Шырав: ахăр

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

ахăр

I.
ахăр саманарел. светопреставление, конец света

ахăр

II. глаг.

1.
кричать, шуметь
галдеть, гомонить
прост.
Анкартинче апăрша ача пек ахăрать. (Тăмана). — загадка На гумне какой-то бедняжка кричит как ребенок. (Сова).

ахăр

2.
громко смеяться, хохотать
ржать
прост.
урам çурса ахăраççĕ — они хохочут на всю улицу

ахăр

3.
громко ржать
яриться
(о лошади)

ахăр

4.
реветь, бушевать, буйствовать, неистовствовать (о ветре, буре)
çил-тăвал ахăрса кайрĕ — ураган разбушевался

ахăр

5.
безобразничать, озорничать, шалить
беситься
разг.

ахăр

6.
свирепствовать (о болезнях)

ахăр

7.
сильно разрастаться, буйно идти в рост
хăмла ахăрса ӳсет — хмель буйно разрастается

ахăр

8. диал.
рыдать
реветь
разг., ревмя реветь прост.

ахăр

9. разг.
роскошествовать, излишествовать

ахăр

III. вводн. сл.

очевидно, видимо
возможно, вероятно, наверное, должно быть

вăл килнĕ те ахăр — должно быть, он уже приехал
ахăр эс ăна пĕлместĕн пулĕ — возможно, ты его не знаешь
ахăр çумăр пулать пулĕ паян — наверное, сегодня будет дождь

ахăраш

то же, что ахăр II. 1—5.
çил-тăман ахăрашать — бушует вьюга

ахăрт

понуд. от ахăр

саман

II.
ахăр саман  — диал. = ахăр самана, см. самана

самана

3. диал.
миг, мгновение, момент


ахăр самана
— светопреставление, конец света

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сакăл

(сагы̆л), пежина; пегий, с пежинами (о ногах). Бугульм. † Учĕсем ула, ури сакăл, исправник пӳрчĕ умĕнче. ЧП. Кӳлсен кӳл лашăна лайăхне, кайри урисем сакăлне. Бюрг. † Суйларăм эпĕ ута лайăхне, ялан та кайри урисем сакăлне. Альш. † Лашана кӳлсессĕн, кӳл лайăхне, ялан тăват ури сакăлне. Ib. Сакăл ураллă, шурă ураллă. Ст. Чек. † Хусан хура лашин ури сакăл: купци çавăнмасăр — мĕн тутăр. Ашшĕ-амăш пуян, хĕрĕ сарă: савни савăнмасăр — мĕн тутăр. Пазух. Сакăр юпах тьыха эп ӳстертĕм, сакăрăш те сакăл ураллă. Алших. † Сарă лаша — сакăл ура, ака-туйне пымарĕ; хам савнине илес теттĕм, ахăр турă çырмарĕ. Изамб. Т. Сакăл уралă лаша, лошадь, у которой на ногах пежины. СПВВ. ФВ. Сакăл; сакăл ураллă лаша; выльăх ури пакăлчакĕнче кĕшт шурă тĕк пулсан, сакăл ураллă теççĕ. Тюрл. Сакăл ораллă (задняя пятка белая) лашине кӳлнĕ.

салтак тӳми

салтак тӳмми, назв. растения, anthemis tinctoria. П. Ш. Орл. Салтак тӳмми — шур тăрăллă курăк, хĕрарăмсем, ача пулсан, вĕретсе ĕçнĕ, ахăр сиппи пулĕ (целебно), тенĕ. Пшкрт: салдак тӳми, дикая ромашка.

сарăмсăр

(-зы̆р), попусту, напрасно. Курм. † Вă(л)та хулли пак кĕлетке пор; сарăмсăр сая кайминччĕ, сая каяс сасси пор. Слеп. Ах, улиçĕм, сар ули, сăпаççипах туя исе килнĕшĕн, сарăмсăр сая кайминччĕ. ЙФН. † Пĕр çулхи хулă пак кĕлеткемччĕ, сарăмсăр сая кайминччĕ, сая каяс сасси пор. || Бестолковый. Ст. Чек. Ку сарăмсăр çын пулĕ ахăр, çын каланине пĕрте хăлхана чикмес. || Нечаянно, случайно, неожиданно. Н. Карм. Сарăмсăр, нечаянно, асăрхамасăр. Сĕт-к. Эп сана патакпа йори тивартрăм-и-ке мĕн, сарăмсăр польч. КС. Эп ăна сарăмсăр пушăпа пуçĕнчен тивертрĕм. Хорачка. Сарăмсăрах (неожиданно) кисе яртăм (или: килтĕм) сан патня. N. Çынна сарăмсăр вĕлерни (нечаянно). Икково. Сарăмсăр кошак та хăйма çать (= çиет). Сарăмсăр чăх та пăсарать. (Послов.). Якейк. Ан ятла уш, сарăмсăр ӳкертĕм, ӳкерес тесе ӳкермен те... Ib. † Сар мăйăр пак сăнăм порч, сарăмсăр сая каясран йăмăк похса хоринччĕ. Яжутк. Çава, çурла сарăмсăр ачасене касасран, турă, сыхла, теççĕ. (Моленье). Кан. Пирĕн хушăра сарăмсăр, сасартăк вилсе каякансем те сахалах мар. || Шибач. Сарăмсăр вилĕм, скоропостижная смерть. N. Сарăмсăр вилĕме кĕтмесĕр, порнăç çинчен щотлаç поль. || Тайно, без извещения, не оповещая. Городище.

сăвап тăпри

„земля, которую кладут с покойником, с его же могилы в гроб“. Начерт. 152. Из описания, приведенного ниже, видно, что земля эта кладется не в гроб, а под гроб у изголовья покойника. Вопрос требует уточнения. Юрк. Чи малтан сăвап тăприне касса илеççĕ. Ăна пуртăпа касаççĕ. Каснă чухне пурттине пурт тĕшшинчен (обух) тытса çĕре касса илеççĕ. N. Чăн малтан пĕри (вилекен кама хушса хăварнă, çавă) тăваткал тăпра касса кăларса илет, ăна „сăвап тăпри“ теççĕ; вăл тăпрана çынна пытарнă чух çын пуçĕ тĕлне тупăк айне хурса хăвараççĕ. Ăна пăснă чух: вилнĕ (ятне калаççĕ) алăкĕ, тесе калаççĕ. Вăл тăваткал тăпра пит кирлĕ, хаклă япала: ахăр самана (кончина мира) килсен, вилнĕ çын тăнă чух ăна çав тăваткал тăпра çĕклесĕ çĕре уçса кăларат, тет.

çит

(с’ит, с’ит’), достигать, доходить, доезжать, добираться, прибывать. М.-Чолл. Кăвак кашкăр калать: ан, çитрĕмĕр (слезай, мы доехали). N. Манăн (или: мана) киле çитесси инçе мар. Мне недалеко до дома. N. Вĕсем хулана пилĕк çухрăм çитсе кĕреймен. Они не дошли до города пяти верст. Сĕт-к. Орапая йăвăр тиярăмăр та, аран лăчăртаттаркаласа çитсе (çитрĕмĕр). N. Çитейместпĕр халĕ. Мы пока еще не доехали (до дома и т. д.), еще довольно далеко. ЧП. Икĕ усламçă килеççĕ, тарăн вара çитеççĕ. Çитин-çитмин мĕн тăвас, тавар илмесĕр юлас мар. Тим-к. Пуп çав вăхăтра киле çитнĕ, Украк часрах тухса тарнипе пупа çитсе çулăнса вара киле тарнă. Регули 1158. Вăл ман пата çитрĕ. Ib. Сан пата çитиччен килтĕм. Ib. 1127. Эп чӳркӳ патне çитрĕм. Чӳркӳ патне çитичченех шу тăрать. В. С. Разум. КЧП. Кĕркури çитнĕшĕн хĕпĕртесе, киле çитрĕç. Дошли до дома, радуясь тому, что Г. прибыл домой (с военной службы). Б. Яныши. Тăррисем хитре йоррисене йорлама çитеççĕ (прилетают). Баран. 86. Эпĕ хам çитес тенĕ çĕре çитсе пыраттăм. Изамб. Т. Пăр (град) карттус çине ӳкет те, пуçĕ патне çитеймест. Хора-к. † Ати кил-хошши çитмĕл отăм, çитмĕл отăма çитсессĕн атин килĕ полĕччĕ. (Свад. п.). Истор. Çар ертсе çӳренĕ чух вăл пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçен-кайăк пек час çите-çите ӳкнĕ. N. Ыран тăват сехет тĕлнелле, завтра, приблизительно часам к четырем (тăват сехете — значило бы, чтобы в четыре часа быть здесь). || Догонять. Яргуньк. Кайсан-кайсан, çав лашана çите пырать (начал догонять), тет. Чураль-к. Лăпăрлă карчăк çите килет (догоняет, настигает), çӳхеме те çисе ячĕ, хама та çисе ярать. || Заставать, настигать. В. С. Разум. КЧП. Эпир авăн çапнă чух çăмăр çитсе çапрĕ. N. Ăшăмри чĕрем хускалчĕ, вилĕм хăрушăлăхĕ çитрĕ мана: хăраса чĕтĕресе тăратăп. Баран. 22. Вĕсем (гнус, насекомые) выльăха чĕрĕлех çисе ярасса çитеççĕ. || Доходить числом. Çутт. 142. Йăвăç пахчи пысăках мар, вăтăр ӳлмуççие анчах çите пырать (приблизительно доходит до тридцати корней). Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 11. Сакăр пине çитсе перĕнет вĕт вĕсен шучĕ. N. Чĕмпĕртн чăваш шкулĕ те, 1862-мĕш çулта пĕр ачаран пуçланса 1870-мĕш çулта 9 ачана çитсе, шкул хисепне кĕнĕ. N. Пилĕк тапхăрччен хĕрĕхшер хут, хĕрĕхе пĕрре çитми суран туса çаптарнă. Арзад. 1908, 54. Инке пĕр купăста йăранĕнчен 15 пуç, тепринчен малтанхине З пуç çитейми каснă. Кратк. расск. 26. Эпĕ çĕр çинче çӳре пуçлани çĕр вăтар çул ĕнтĕ; çапах аттем-аннем çулĕсене нумай çитеймест манăн кун-çулсем, тенĕ. Орау. Вун çичче çитесси манăн тата пĕр уйăх; вунçич çул тултарма манăн пĕр уйăх çитмест. Мне недостает до семнадцати лет одного месяца. Регули 906. Воннă ут патнех çите пыратьчĕ. Было лошадей с десять. || Дожить, „достукаться“. N. Тĕнче тăрăх кайма патнех çитрĕмĕр ĕнтĕ, тенĕ Иван Петрович, хăйĕн юлашки ĕнине хырçăшăн илсе кайсассăн. Дожили (достукались) до того, что пришлось итти по миру, сказал Иван Петрович, после того, как увели у него последнюю корову за подати. N. Ситмĕле çитрĕм. Мне исполнилось 70 лет. Савруши. Çапла ĕнтĕ юлашки кун патне çитеççĕ (наступает...). N. Вилĕм ĕçне çитетпĕр. || Переходить, заражать (о болезни). Трахома. Упăшки чирĕ алшăлли тăрăх арăмне те çитрĕ. || Посетить, побывать. N. Ваçан çав арçын-юмăç патне те çитнĕ (посетил). Курм. Эпĕ Москова та çитнĕ. Я был и в Москве. N. Миçе хулана çитрĕмĕр, хамăр ял этемми курман. Во сколькях городах побывали, а своих деревенских не встретили. N. Халер аллă яла çитнĕ. Холера посетила пятьдесят селений. Кан. Кун пирки ĕç сута та çитсе пăхрĕ. Это дело побывало и в суде. Юрк. Виç-тăват çул хушшинче ку виç-тăват приказа çитет (перебывал в трех-четырех приказах). Ib. Çитнĕ çĕрте çырла темĕн чухлехчĕ. || Исполняться. N. Шухăшланă шухăш та тепĕр чухне (иногда) çитмес. N. Ун урлă калани çитнĕ. Шорк. Эпĕ шухăшлап та, çав авалхи çынсем сомаххи ман тĕлĕн (в отношении меня) çитсех пурать. Б. Яуши. Кушак çул урлă каçсан, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитмест, теççĕ. (Поверье). Ала 62°. † Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăш шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр. || Доставаться; постигать. Хĕн-хур. Çынна хĕн-хур тăвакана тивлет çитмест (не даруется). Ст. Ганьк. Çав ылттăн хурт пылне хăçан та хăçан йӳçĕ çитерĕ, çавăн чухне çак çынна йӳçĕ çиттĕр. N. Мана мĕн çитсе ларчĕ, çавна эсĕ те асăнтах тытса çӳре. Ман çине çитни сан çине те çитмелле. N. Ĕçе тӳррипе тумасан, сирĕн çине ун çилли çитĕ. N. Сан суту пĕр сехетрех çитрĕ, тийĕç. N. Ăна та мĕн те пулсан çитĕ-ха. N. Кам пире çитнĕ инкекрен хăтарĕ-ши? || Достигать апогея. Орау. Эх, мăнтарăн çанталăкĕ! Пирĕн кун-çул çите пуçларĕ (какая благодать весною). Кан. Ак çитрĕ пурнăç. Альш. Ял çыннисем тиркешмесен, çитнĕ манăн пурăнăç. Ала 103°. † Ати лаши — сар лаша, кӳлтĕм тоххрăм чопмашкăн. Хампа ларттрăм сарă хĕр, сарай тавра çавăрăнтăм, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ. || Доставать, быть достаточным, хватать. Альш. Пурне те çитнĕ чыс (угощене). Никам кăмăлĕ шăранмасăр юлни çук. Ib. † Улма йывăççине пас тытнă, ан чарăрсем, тăвансем: пире чыс çитнĕ. (Застольная песня). N. Кĕнеке çитмен пирки (от недостатка) сан патна вулама çӳреме тивет. Истор. Эсир мана кашни килĕрен виçшер кăвакарчăн, тата виçшер çерçи тытса парăр та, çитĕ (и довольно). N. Сире сахалпа çитес çук (малого количества вам недостаточно), сахалтан та (самое меньшее) сире пĕр пăт кирлĕ. N. Эх, çитмен пуранăç, мĕн чухлĕ çынна эсĕ тĕттĕме хăвартăн! N. Ачасемпе калаçса пăхасчĕ пирĕн, ун чухне мана ĕмĕр çитнĕн туйăнĕччĕ вара. ССО. Таванăмсем! пытанса выртасси çитĕ ĕнтĕ! О сохр. здор. Тӳшек питне малтан каланă пек вĕри шывпа вĕретсе тасат, вара çатрĕ те (вот и всё). N. Эпĕ мĕн çитменшĕн хамаăн чи çывах çыннăма сирĕн аллăра парăп? Чем люди живы. Симунăн вара пурăнăçĕ çитсе тăра пуçланă. Семен стал жить в достатке. Изамб. Т. Мункунта укçа илни çитмес (недостаточно того, что...), çăмартине те, хăпартуне те пухса çӳреççĕ (попы). Ib. Çитменнипе лашана сутса ятăмăр. N. Çитменнине тата атти (анни) пырса кĕчĕ. Ой-к. † Пус-кил арĕм сӳс тĕвет; эп те тĕвем, терĕм те, кисип çитмеç, терĕ, тет. Кисип илме карăм та, йăтти хăр-хам! терĕ, тет. Регули 247. Окçа çитменрен (scr. çитменирен) çӳремест вăл. Он не путешествует потому, что у него недостает денег. Ст. Шаймурз. † Шур кăвакал чĕпписем кӳл-кӳл урлă, сĕлĕ сапса сĕлĕ çитмерĕ. Н. Сунар. Халĕ ĕнтĕ, ватăлсассăн, ĕçлеме вăй çитейми пуçларĕ те, вăл мана хăваласа ячĕ, тенĕ. Н. Сунар. Вăл ĕлĕк çамрăк чухне аван ĕçленĕ те, халĕ, ватăлсан, унăн ĕçлеме вăйĕ çитейми пулнă. Качал. Патша хĕрĕ курчĕ, тит те, çакна, калать, тит: ма килтĕн, Йăван, тесе каларĕ, тит. Эпĕ пĕтни çитмеçт-и? Кай, атту пĕтетĕн эс те, тесе каларĕ, тит (она). Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. Кожар. Пичĕшин, кахаллипе ĕçлемесĕр пурăнса, çиме те çитми пулнă. Его старший брат стал скудаться едой. Юрк. Чиркĕве кĕрсен, çав аллинчи çуртисене кашни турăш умне çутса ларта пуçлат. Пурин умне те пĕрер çурта лартсан, пĕр турăш умне лартма çурта çитмест. Ib. Сана уйăрса пани çитмен халĕ. Мана мĕн чухлĕ патăр? N. Пурăнăç çитмен пирки выçăллă-тутăллă пурăнса аран ӳскелерĕм. ЧС. Ачасене татах тем çитмес: кушилти çăмартана капăр (вдруг, сразу) тăкса яраççĕ те, пĕри те пĕри илес тесе, сыранса ӳкеççĕ. N. Вăл панипе çитмерĕ. Данного им не хватило. N. Саххăрпа çитет поль. Сахару-то, поди, достаточно (т. е. больше не надо). N. Ĕлĕк пирĕн нихçан та çиме çитместчĕ. Якейк. Эс мана окçа тыр вырнăшăн кĕт çитимирах патăн (не додал). Ib. Çорт лартма Иванăн хатĕр çите пырать. Иван почти что приготовил материал для стройки. Яжутк. Çулталăкне çĕр сумпа çите. Будет достаточно ста (ассигнованных) рублей в год. Юрк. Çĕнĕ-çын чухне хунямăшне пĕр витре шыв карташĕнчи пуссинчен кӳрсе пама ӳркенекен çынна, халĕ тата таçтан аякран та пулин ирĕксĕр тултас пулат. Ахаль те чăлах япалана, наяна, çитнĕ те... тытăнат хуняшшĕне: пус та туса памарĕ, тесе, вăрçма. Собр. Ĕçсе çитнĕ, тек ĕçсе капан тăвас çук, теççĕ. Йӳç. такăнт. 37. Ну, кум, ан ятла çисе те, ĕçсе те çитрĕ. Манăн каяс ĕнтĕ, питĕ ĕçсĕр пултăм. || Касаться. N. Лашине куритене çитмеллех кăкарман. || Сравняться. Янш.-Норв. Тĕр таврашĕнчен вара ăна çитекенни те çук: ăна хуть те мĕнле тĕр пуçласа пар, вăл ăна пĕр самантах тума вĕренет. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). N. Ача-пăчана ху куç умĕнче тытнине нимĕн те çитмест. N. Вĕсен çулчисене, кăларичченех (до вырытия корнеплодов), татманнине нимĕн те çитмест (лучше всего не рвать). N. Нумай тĕрлĕ суран пур, чĕре суранне çитеймест. N. Эсир ăçта мана çитме! Тăв. 37. Ну-у, кăна уш ан кала та. Ваньккана Кирукăн çитме питĕ инçе. N. Ку Якор патне çитес çок. Ему с Егором не сравняться. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет? || Приближаться. N. † Хăят çите пуçласан, хĕр пухăнать урама; Хăят çитсе иртсессĕн, хĕр саланат урамран. СТИК. Эс миçере? — Çирĕмре.— Эй сана салтака кайма вăхăт çите пырат иккен! (Выражает близость солдатчины, не указывая на приближение во времени). || Успевать, подоспевать. С. Айб. † Савнă тусăм аса килнĕ чух çитеймерĕм эпĕ чыспала. БАБ. Ку тукатмăш хĕвел аннă вăхăтра вилчĕ те, çĕрле пулса çитиччен ун вилни çинчен пĕтĕм ял пĕлсе çитрĕ. Собр. † Пире курайман тăшмансенĕн куçĕ ăçтан курса çитет-ши? Орау. Иванĕпе Макарĕ çитнĕ те унта (уж там, везде поспевают шедьмецы)! В. С. Разум. КЧП. Вăл килессе кĕтех тăрса урока çитеймерĕм. || Вернуться, обратиться на... N. Хам тунă йăнăшсем хамах çитрĕç, вĕсем пуçăм çинчи çӳçрей те йышлăланчĕç. Нижар. † Кайăк-хур пырать картипе, кайри мала иртминччĕ: эпир çакăнта ĕçсе çисе юрлани хамăр хыçран çитминччĕ. || Наступать. Юрк. Çитес пин те тăхăрçĕрмĕш çулта. В будущем 1900 году. Орау. Çитес хĕлте (будущею зимою) кĕлетне кăлараймăпăр-и-ха, сыв пулсан! Четырлч. Çитнĕ çулхи (наступившего года) куланай пулат, çак парăмсене тырă пулнă çул пурне те ытаççĕ. Якейк. Пирн те каяс çиттĕр поль. Поди и нам наступила пора уходить. (уезжать). СТИК. Çитес вырсарникун, çитес эрнере, çитес уйăхра. (В этих выражениях „килес“ не употребляют). Ib. Çитес праçникре тата килĕр. Кан. Етĕрнери эрех савăчĕ-çуртне çитес кунсенчех юсаса çитереççĕ (кончат ремонтировать). ТХКА. Тăхти, çитес çул клевĕр лартам-ха, сана вара клевĕр пăтти пĕçерсе парам, клевĕр кукли туса çитерем. Чхĕйп. Вара вăлсам çитес каç, юпа тăвас тенĕ чух, пĕр пĕчĕк сĕтел, тата тепĕр пĕчĕк пукан туса хатĕрленĕ. ГТТ. Ваттисенче вилнĕ. Умер (-ла) в старости. N. Анчах вăл вăхăт çитсех çитмен пулĕ ахăр (видно еще не совсем наступило). N. Ача çурални сакăр кун çитсен (когда исполнится в дней со дня рождения ребенка). ЧС. Манăн асанне вилни пилĕк çул çитет ĕнтĕ. НАК. Киле каяс вăхăт çитерехпеле, когда уже приближалось время отъезда. || В качестве вспомог. гл. N. Новгород пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ. Баран. 107. Тинех вара вĕллере йĕрке килсе çитет (наступает порядок). N. Вĕренсе çитсе кĕнеке вулăр, хытă çĕре кăпăк тăвăр. Ала 62. Пурте ларса çитсен, когда все усядутся. Ib. 80. Ĕçсе-çисе çитсессĕн, вырттарса çывратрĕç старике. Чăвашсем. Çутăлса çитсен, когда рассвело (-ет). Пĕтĕмпе тĕттĕм пулса çитсен, когда совсем потемнело (-ет). Виçĕ пус. 17. Начарланса çитет. В. С. Разум. КЧП. Микулай ӳссе çитнĕ. О сохр. здор. Пирĕн ĕçе çавăн пек: тасалса та çитме çук (т. е. не находишь времени привести себя в порядок). N. Çамрăк ачасем салтака кайиччен нумай вĕренсе çитеççĕ. N. Мĕнле ку чиновниксем, улпутсем пит „кăмăллă“ пулса çитрĕç? N. Килсе çитнĕ. N. Пурăнсан-пурăнсан, хай чир чиперех пусмăрласа çитет. N. Начарланнăçем начарланса çитнĕ. Чума. Вăй-хăвачĕ пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ (у нее). N. Выльăхсем самăрланса çитрĕç. Цив. Çырмана лашасене тытма пырса çитрĕ. Н. Сунар. Вăл ман пата чупса çитсе (подбежав), мана калар. Бес. чув. 4—5. Ун çинчен: ку пуйса çитрĕ, теме те юратьчĕ. N. Кунта халăх пайтах пуçтарăнса çитнĕ иккен. СВТ. Тата ача пĕр-пĕр чирпе чирлĕ пулсассăн та, сывалса çитиччен ăна шатра касма юрамасть, теççĕ. Альш. † Ӳссе пĕвĕм çитсессĕн, эпĕ усал пултăм-и? (Хĕр Йĕрри). N. Вĕсем мана эпĕ аптăраса çитнĕ вăхăтра кклсе тапăнчĕç. N. Курăк ирхине чечеке ларса çитет. N. Сан хаярлă-хунтан хăраса çитрĕмер. N. Сывлăшăм пĕтсе çитрĕ. N. Шăп тăват сехет тĕлне килсе çитрĕ. Пришед ровно в четыре часа (секунда в секунду, без опоздания). || Быть готовым (доходить до того, что...). Юрк. Хăшне пăхнă, ăна, юратлипе ытараймасăр, чуп-туса илессе çитетĕн. Н. Шинкусы. Тем парасса çитнĕ. Был готов отдать не знаю что. См. ахаль ту. БАБ. Юман хăй тĕреклĕ, çирĕп те, кăмпи те хăватлă теççĕ, курăнать; таçтан илессе çитеççĕ сассим (готовы взять откуда бы ни было). || В чувашизмах. Четыре пути. Çитĕнсен евчĕсем ăçтан çитнĕ унтан (отовсюду) пыра пуçларĕç. N. Ăçта çитнĕ унта, куда ни пойдешь — всюду... N. Ăçтан çитнĕ унтан, со всех сторон, отовсюду. ТММ. Ăçтан çитнĕ туйăма, кушак пуç пек хыпама.

çурт

, çорт, (с’урт, с’орт), строенне (изба, сруб, конюшня и пр.). N. Унта çурт пур-и? Есть ли там (какое-нибудь) строение? N. Çурт лартрăм. Я поставил строение. || Двор со всеми относящимися к нему постройками. Изамб. Т. Ул тыррисене, çурт çавăрас тесе, сутса пĕтерчĕ. ЧП. Пирĕн хамăр савни хура куç инçе те мар, çурт урлă. Юрк. Е тата хулара хăй çурчĕпе пурăнакан тетĕшĕнчен (ашшĕпе пĕр тăвантан) ыйтса илет (деньги). Ib. Çурт ларттара пуçлат, пӳрт, кĕлет, вите, ытти хуралтисене те тутарат. N. Унтан мĕн килет çурта, мĕн каять, мĕн пулнине çырса яр. Альш. Çуртсем пирĕн енчи вырăссеннĕ пекех: ытла елккен çуртсем мар. К.-Кушки. Унăн çуртне салатнă та, пӳртне витнĕ чусне вăрласа кайнă. У него раскидали всю избу и утащили тес, которым она была покрыта. КАЯ. Вăл карчăк пиртен пилĕк çурт урлă анчах. Собр. Çуртра тиркĕ-çăпала шалтăртатмасăр пулмаçть, теççĕ. (Послов.). Ау 17°. Амăшĕ каларĕ, тет: ачам, çурт кучĕ йывăр, тесе, калаççĕ, тухса килĕш мĕнпе те пулин, тесе каларĕ, тет. Н. Байгул. (Алтан) çурт айĕнче алтсан, çăмăр пулать. N. Çурт ăшчиккине пухап. Убираюсь в избе. N. Шур курница çумне çурт хурат (хура чĕкеç). ЧС. Çуртсăр юласси (лишиться) пит хĕн. Собр. Ывăл пулмарăм, хĕр пултăм: çурт тытмасть, тесе, паратрим? N. Тутар, ахăр, пĕр майлă тăраканскер, икĕ пӳрт, йĕри-тавра çуртсем. Ст. Чек. Çурт çумне хуралтă хушас, тепĕр хуралтă лартас. N. Ăна вĕлерес пусан, пирĕн çурт хупăнат. || Этаж. Бгтр. Улпут аялти çуртĕнче чей ĕçсе ларать, тет.

терĕш

терĕшĕ, относящееся к тому или другому разряду (в значении тавраш ). Завражн. Яш-кĕрĕм терĕш (иначе: тени вăл) хĕрсем тĕлне пĕлмĕ (как не знать! Не может быть, чтобы не знал). Баран. 8. Çын-мĕн терĕш ниçта çук. Ib. 150. Тундрă тăрах тем хулăнĕш юр хĕвсе каять, вара кунта пурăнăç терĕш пĕтет. Ib. 98. Ав унта, сăртра, темĕскер хури курăнать, ахăр çурт терĕш пулĕ. N. Вут хĕлхемĕ тухса çӳлелле сулăннă пек, этем тĕрĕшĕ те асап курас çине анчах çуралать. N. Унăн ĕненӳ терĕшĕ те ăслăлăх кăтартнă май çавăрăнса ӳкме пуçланă. || Подобный, похожий. Юрк. † Манит терĕш хут татти, улталарăм карчăка: шӳт вылярăм хĕрĕпе. Ib. 168. Вăрман терĕш пĕрттех çук.

тиверт

понуд. ф. от тиверкеле; касаться (чем). N. Каçхине сивĕ те, пите-куçа шыв та тивертес килмес. N. Алă тивертме. ЧП. Пĕрехçех те эп тивертрĕм сенĕкпе (ударил жену вилами), мĕнле турри турĕ, ай, чун тĕлне. N. Хăранипе ачасем урисене çĕре тивертмесĕр чупнă (бежали во весь дух, не чуя под собою земли). || Попадать (чем). N. Вăл пăшал пит лайăх тивертет. N. Мана тивертмерĕç. В меня не попади. ЧП. Укалчаран тухрăм, ухă ывăтрăм, сăсар йăвăçне тивертрĕм. Мусир. † Пирĕн gичче Кирилле, çитмĕл çĕре хыпар янă, çитмĕл вĕретĕм сăра тунă: çитмĕл курка тыттарас, тет, çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас, тет. Çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Ударить кнутом. Г. А. Отрыв. Лашаллисем, урапаллисем анса пушăпа виççĕ тивертнĕ, е урапа тенелпе çаклатса иртсе кайнă, çуранлисем виççĕ ура пуçĕпе тапса кайнă. || Задевать. N. Хăйне те хĕçпе тивертнĕ. N. Ӳте япала тивертсен... Орбаш. † Ан тĕкĕн, Тимохха, тивмен çĕртен тивертĕп. (Коршанкă). || Попадать (о пуле и пр.). Юрк. Салтакĕсем ăна курсан: çар пуçлăхне ахăр лешсем тивертрĕç пулĕ, тесе, хăраса ун патне чупса пырса пăхаççĕ. || Вздуть, бить. СТИК. Эс пит иртĕнсе карăн ĕнтĕ, сана тивертмен-ха! Ты уж очень зазнался, тебе еще не попадало на калачи (тебя еще не колотили). Орау. Ачуна лайăх тивертрĕç (побили). || Futuere. N. Лайăх тивертет (de homine d. bene vasato). N. Вăл хĕре тивертнĕ пулĕ эсĕ, ахаль каламастăн пуль. Другое значение этой фразы: хорошо бьет кнутом. || Поразить (чем). N. Иçĕм-çырли йывăççийĕсене пăр çаптарнă, смоква йывăççийĕсене тăм (морозом) тивертнĕ. || Сделать так, чтобы досталось. Сред. Юм. Мĕн çитменнине çитертĕр, тивменнине тиверттĕр, çырлахтăр, аша каçартăр. (Чӳк туса пĕтерсен, ĕлĕк çапла каласа кĕл-тунă, тет). || Зажигать, поджигать, вздувать (огонь). Иногда соединяется сл. „вут’’. Альш. Вĕсем иккен кăмакине тивертсе, улăм чиксе хăварнă (затопили печь; указ. начало действия). БАБ. Йăвăç кăмпине вут тивертрĕ (зажгла), тет те, ман тавра темĕскер кĕлли (какую-то молитву) вуласа çаврăнма тытăнчĕ, тет. N. Эпĕ хăйă тивертсе илтĕм те, тытăнтăм хам тăшмансене ăшалантарма (жечь клопов). N. Хывнине çав вут хĕррине тăкаççĕ; вутне тивертес умĕн, пумилккене пуснă выльăхăн урисене, пуçĕсене çавăлте пăрахса хăвараççĕ. ЧС. Чĕлĕм тивертсен (закуривши) кайран, шăрпăк кутне улăм çине пăрахса хăварнă. КС. Тивертсе илтĕм. Прикурил (у курящего; та же фраза может иметь и др. значение, соответственно различию в значениях основного глагола).

хура тăпра

хора тăпра, чернозем. Юрк. Чертаг. Хôра тăпра, чернозем. Вилĕ йăли. Вилнĕ çынна хура тапра ăшне хуман. Хура тăпра ăшне пытарсан, ахăр саманара хура тăпрана çиекен килсен вилнĕ çын ӳтне те çисе ярат тетчĕç.

хускал

трогаться, двигаться, шевелиться, расшевелиться. СПВВ. ПВ. Хускалат. Ильмово. Вăсем вырăнĕнчен хускалсассăнах сăвă кала пуçлаççĕ те, вырăна çитичченех калаççĕ. N. Вăл вырăнĕнчен хускалсан, паттăрсем хăраса каяççĕ. Ск. и пред. чув. 92. Турă, çырлах, ан пăрах! ахăр саман хускалать. КВИ. Тукмак (волк) ӳкнĕ, хускалмасть, пăхрĕ вилĕм килнелле. || Выступать, волноваться. N. Пĕтĕм халăх хускалчĕ вара. || Начать войну. N. Тата турккă та хускалнă. || Толст. Пĕтĕм хулари йытăсем хускалнă пек (лаялн). || Приниматься. ПТТ. Ют ялсенĕн уй-чӳксене ирттереççĕ те, тин вара хамăрăн (т. е. чук) тума хускалаççĕ. || N. Ăшăмри чĕрем хускалчĕ. N. Нумай çыра пуçласан, ăшчик хускалать. N. Унăн чĕри йăлтах хускалнă (расстроился?).

хăраххи

один из двух (из пары). Регули 927. Хăраххине илчĕ, хăраххи йолчĕ. Скотолеч. 6. Йăваш лашанне малти урине хăраххине кăна çĕклесе тăрсан та тапмасть. Юрк. Çав икĕлеç (двойни) хăраххинчен хăшийĕн ĕмĕрĕ вăрăм пулассине пĕлесшĕн пулса. Ib. Унăн хăраххи, икĕлеç хăраххи. N. Йĕкĕреш хăраххи йĕрсе ларать. || Подруга. Ст. Чек Майкка хăраххи темĕн тĕрлĕ маттурччĕ, теççĕ. || Подобный. похонсий. Юрк. Хĕрĕм ахăр амăш хăраххи (похожа на мать) пулаттăр,— пит вичĕкĕнех мар. N. Ашшĕне шанмасăр пурăвнă халăх ывăлне те шанман: ашшĕ хăраххи пулĕ, тенĕ. Сред. Юм. Амăш хăраххи, подобный матери. Говорят в том случае, если мать собою плохая. СТИК. Ашшĕ хăраххи, похожий на отца. Ib. Чист ашшĕ хăраххиех. В. С. Разум. КЧП. Çапла вара эпĕ куртăм хамăрăн усал тăшмана, вăрăм туна хăраххи юнсене ĕçекене. || Его жена, ее муж.

кăкшим

(кы̆кшим), кувшин. БАБ. Т. II Загадки. Хура така шыва анать. (Кăкшим). N. Кăкшимсемпе, лакăмсемпе сăра илеççĕ. Ст. Чек. Кăкшимне кура пăкки, арăмне кура упăшки. (Послов.). Ib. Кăкшим çăварĕ (отверстие). || Назв. сел. Ст. Чек. Дивей (ахăр хай пуссине пулĕ) Кăкшим ялĕнчен тата Кăшман ялĕнчен кунта куçнă.

кăтăр

(кы̆ды̆р), бесноваться (с тат.). Изамб. Т. Пухура çилски «кăтăрса» карĕ (рассердился). Н. Седяк. Тилпĕрен вăррине çисен, этем тилĕрет (т. е. аташать, кăтарать, ухмахланать). Ск. и пред. 7. Карчăк хапхи умĕнче кĕтет-кĕтет тыллине — çук, кăтăрнă пулмалла: тылли халĕ те таврăнмасть. Ib. Ахăр тылă кăтăрнă: темĕн унта çĕмĕрет. Ib. А. Пит хăрушă япала, пĕр кăтăрса кайсассăн.

тĕпсакай

подполье. К.-Кушки. Тĕпсакайĕнче шăши вилнĕ ахăр. СПВВ. ИА. Хĕлле тĕпсакайĕнче паранкă усраççĕ. N. Ăна курмасăр эсĕ халччен тĕнсакайĕнче пурăнтăн-им? Как это ты до сих пор не видал этого? N. Тĕпсакайĕнче сар лаша кĕçенет. (Сăра ăсни). Латыш. Тĕпсакайне виç хут чиксе кăларать карчăкки; тĕпсакай, ниш тĕпсакайне юлтăр, тет. А.-п. й. 53. Эсĕ луччĕ хуçа тĕпсакайĕнчи апат-çимĕçсене кĕрсе çи. Унта пыл та пур, аш та пур,— тет йытти. Кашкăр йăпăр-япăр тĕпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пăс кăларса вĕрме тытăнчĕ. Йытă вĕрнине илтсе çынсем чупса çитрĕç, тĕпсакайĕнчи кашкăра çавăнтах çапса пăрахрĕç.

Чапăрлă

назв. местности. Альш. Сăртне темĕншĕн каланă ăна Чапăрлă тесе. Ахăр чапăр курăкĕ ӳснĕрен каланă-тăр. || Назв. киремети. N. Чапăрлă — киремет вырăнĕ Чапăрла айĕнче. Вăл Чапăрлă айĕ пиртен 8 çухрăм. Ĕлĕкрех эпĕ астăвасса, унта Тăхăр ял пухăнса учук тăватчĕç. N. Пурччав вырăс Чапăрла вир акнă. К.-Кушки. Чапăрлăра выртса каян ырăсем.

часрах

часăрах, скорее. Тюрл. Эпĕ часрах аялти кĕлете кĕрсе шур кĕпе тăхăна пуçларăм. Я поскорее пошла в нижний этаж клети и стала надевать белую рубашку. Ск. и пред. чув. 45. Михали, кил-ха часрах кунтарах. Дик. леб. 37. Çавăнпа хĕвел аниччен пирĕн часрах типĕ çĕр çине анса ларма ĕлкĕрмелле. В. С. Разум. КПЧ. Часрах кайса кил эппин. Юрк. Аслă улпучĕ умĕнче тăракан салтакĕ-деньщикĕ те, лешсем çапла кăшкăрнине илтсен, хăй улпутне вăрата пуçлат: часрах тăрăр халĕ, лешсем çитрĕç ахăр салтаксем чупа пуçларĕç, тет. Ib. Часрах пулăр. Будьте живее. || Почаще. N. Мĕшĕн часрах пĕçерме (чтобы всегда иметь мягкий хлеб, а не черствый) тăрăшас марччĕ-ши? N. † Ах инкеçĕм, инкеçĕм, часăрах пул инкеçĕм!

хмалăх

то же, что хăналăх. ПТТ. Вăл çын мĕн ахăр-самана çитеччен тĕккеленсе пурнат, теççĕ, мĕншĕн тесен вăл çынна ытти вилĕсем: вăл каллах кунта та хналăхра пурăннă пек пурна пуçлĕ. Вара, турă ун пирки пурсăмра хĕстерсе хурĕ тесе, ирĕк ямаççĕ, тет. (Питĕркке шăтăкĕ).

шала

вовнутрь. N. Шала, шалалла, вовнутрь. Эльбарус. Вăрмана шала кĕрсе каяттăмăр. Ib. Пĕрреччен çапла çитерме кайсан вăрмана питĕ шала карăмăр. Ib. Вăрмана шала кайсассăн, патаксемпе шаклаттарса йомана порте харс çапаттăмăр. ЧС. Эпир пĕри те ишме пĕлменрен шала кайма та хăраттăмăр (боялись далеко заходить в воду), хĕрĕнче тек кăвакал пек лапăртанаттăмăр. N. Эй, Кĕркури пичче! Мĕшĕн асăнатăн çавсене эсĕ? Пит шалах каяймĕç-ха (не будут иметь успеха). Вĕсене те кам та пулин хирĕç таврĕ ахăр. N. Шаларах, еще более вовнутрь. N. Хĕрринчен пăртак шаларах ишсе кайма хушнă. Трхбл. Вăрман та хĕрри шĕшкĕлĕх, шаларах кайсассăн йĕлмелĕх. Изамб. Т. Ул пӳртрен шаларах тин вара кĕлет лартаççĕ. А.-п. й. 45. Эсĕ шаларах пытан. Йӳç. такăнт. 6. Шаларах сик, акă кашăк. N. Укçуна шаларах чиксе çӳре. СТИК. Улпут ку тупăлхана шаларах чиксе хурат (подальше запрятал). Золотн. Шала хома пар. Регули 649. Конта шала кӳртрĕ. ЧС. Ĕç пит шала кайнă, темĕн пултарайăпăр-ши... Дело очень серьезно (запутано), не знаю, сможем ли мы его устроить. Урож. год. Ĕнтĕ ĕç шала кайрĕ.

пирке

(-г-), причина. Тим. Нимĕн пиркесĕрех нимĕн те пулмасть. Альш. Вăл Чапăрлă тăвĕнче Тăхăр-ял чукне акă мĕн пиркерен тунă. N. Çав пиркепе ахăр яраймасăр юлчĕ-ши? См. пирки.

пит-шăлли

(-λλиы), полотенце. Альш. † Пĕррĕн-пĕррĕн килтĕмĕр, пĕр пит-шăлли çакрăмăр Ib. Халĕ ĕнтĕ чăвашра шурă (белый цвет) ал-шăллисемпе пит-шăллисенчен пуçне ахăр çук та-тăр.

аçтаха

v. pers., draco, от перс. аждаhа, дракон. Н. Седяк. Аçтаха — çынна, выльăха çăтакан пысăк çĕлен. Дракон — змей, глотающий людей и скот. Сказки и пр. чув. Таçта-таçта аякра аçтаха пек шăхăрать, ахăр тылă кăтăрнă: темĕскерпе çапăçать.

ахăр

(аhыр), veri simile est, veri simillimum est. Autabsolute ponitur, aut cum aliis coniungitur verbis, quae probabilitatem aliquam designant. In sermone Latino etiam aliis modis reddi potest, velut videtur, vercor ne, вероятно, наверно, по всей вероятности, должно быть; надо думать (предполагать), что. Иногда ставится отдельно, но часто соединяется и с другими речениями, выражающими уверенность или предположение. СПВВ. N. Ахăр — пур тенĕ сăмах пулат. Слово «ахăр» означает есть (sic!). Ст. Чек. Ахăр ĕç çук. Вероятно, нет дела (работы). Сред. Юм. Ахăр килтисĕм пит чĕнеç (i. q. ченеççĕ) пõлмалла, ытла пит киле каясшĕн хыпаланать. Должно быть, его очень зовут домашние, уж очень он спешит домой. Ib. Ахăр çăмăр пõлать пõл, паян. Вероятно, сегодня будет дождь. Ч. П. Ахăр паян эпир пурте пĕтетпĕр пулĕ. Наверно, сегодня мы все погибнем. Чăв. й. пур. 19. Кĕркка! эсĕ унта каятăн та, ахăр сана ырă пулмĕ, эпĕ кĕçĕр пит усал тĕлĕк куртăм. Хотя ты идешь туда, но, должно быть, тебе не сдобровать, потому что в нынешнюю ночь я видела очень нехороший сон. Изамб. Т. 57°. Пăятам тепле вара, пăянам хуш сăмаха-йăмаха пит вичĕкĕн япала. Хăй час-часах ятлакалать çемьене. Ахăр хаяр пуль. Пăй-атамма хăй пăхăнтарса пурăнать. Не знаю, каков (мой) свекор, а уж свекровь очень остра на язык. Частенько ругает семью. Должно быть, лютая. Свекра она держит у себя под башмаком. Ib. 58. Çапла калаççа, ĕçе-ĕçе, ахăр эпир нумай та ĕçнĕ пулат: ул та чипер хĕрчĕ, манăн та пуçа кайрĕ. Беседуя таким образом и попивая, мы, должно быть, выпили с ним не мало: и он порядком захмелел, и у меня в голову ударило. Баран. 93. Манпа пĕрле пыракан çын: çанталăк пăсăлĕ, тесеччĕ; анчах ун сăмахĕ тӳрре килмерĕ ахăр: çанталăк уяртса кайрĕ, тӳлек кун пулассăнах туйăнать. N. Ахăр ун чухне хăранипе ăсăм çитеймерĕ, курнĕ. Тогда у меня, от страха, видно, не хватило догадки. N. Ахăр упăшкăна юратмастăн пулĕ. Ты, должно быть, не любишь своего мужа. Ib. 67. Ахăр турăш патне пит аслă çын пычĕ пулĕ. По всей вероятности, к иконе подошел очень важный человек. Изамб. Т. 4. Елим! ахăр параймастăп пулĕ! Елим, должно быть, я не смогу дать! Альш. Ытла питех хутшăнсах каймаççĕ ахăр вăл икĕ ял. Должно быть, эти две деревни, не очень-то сообщаются между собою. Сказки и пред. чув. 82. Тăрса юлчĕ кăлăхах Сетнер çавтер чун савни — турă çырни ахăрах, çаплатăр çав самани. Ib. 7. Ахăр тылă кăтăрнă: çĕр çĕмĕрсе таврăнать. Ib. 30. Вăрçма-çапăçма хатĕрленнĕ ахăр. Должно быть, приготовились к бою. Кн. для чт. 21. Çын вĕрентекене хăй патне пит ăшă кăмăлпах кӳртмен ахăр, мĕншĕн пынине сиснĕ курăнать. Ib. 30. Эй тăванăм, ахăр атă-пăри те пулаймасть пулĕ! || Tandem, наконец-то. Альш. † Юна-юна хĕрсене ахăр алла ӳкертĕм.

ахăрлăх самана

i. q. (то же, что) ахăр-саман. Турх.

ахăрне

(-н’э), i. q. (то же, что) ахăр. Н. Шинкус. Вăл ахăрне чае таврăнмантан ашшĕне шыраса килнĕ пулч(ĕ). Вероятно он пришел стола, разыскивая отца, который («так как»...) долго не возвращался. Ала 55. Вăрман инçе пулнă пусан, мана ахăрнех хуса тытатьчĕç пулĕ. Если бы лес был далеко, то меня, по всей вероятности, поймали бы.

ахăр-саман

a voce arab. ... آخر dies novissima, finis mundi, последние времена, кончнна мира. Альш. || Per translationem, переносно. Сказки и пред. чув. 92. Вăрман тата хытăрах шавлать, йĕрет, ахăрать. Турă çырлах, ан пăрах! ахăр-саман хускалать. Лес шумит, плачет и ревет еще сильнее. Боже, спаси, не оставь! — начинается светопреставление!

ахăр-самана

(аhы̆р-самана), i. q. (то же, что) ахăр-саман. N. «У чуваш нет понятия о воскресении мертвых, но они говорят, что будет кончина мира, «ахăр-самана». Как будет это «ахăр-самана», неизвестно, но только при «ахăр-самана» умершые все восстанут. По верованию чуваш, люди после смерти живут так же, как и здесь: веселятся, едят, пьют, тытаççĕ (т. е. поражают других болезнями), трубку курят, лапти плетут; потому о воскресении они говорят, что мертвые восстанут; но зачем восстанут и что будет после «ахăр-самана», — ничего неизвестно. Это написано по-русски. СПВВ. Ахăр-самана — тĕнче пĕтнĕ чухнехи вăхăт. «Ахăр-самана чухне хĕрлĕ тăпра таранччен çĕр çунса килмелле». Последние времена — кончина мира. «Когда наступит кончина мира, то придет пожар, прп чем земля будет гореть до красной глины. N. Чăн малтан пĕри (вилекея кама хушша хăварнă, çавă) тăваткал тăпра касса кăларса илет, ăна «сăвап тăпри» теççĕ; вăл тăпрана çынна пытарнă чух çын пуçĕ тĕлне тупăк айне хурса хăвараççĕ. Ăна каснă чух: вилнĕ (ятне калаççĕ) алăкĕ, тесе касаççĕ. Вăл тăваткал тăпра пит кирлĕ, хаклă япала: ахăр-самана килсен (кончана мира), вилнĕ çын тăнă чух, ăна çав тăваткал тăпра çĕклесе, çĕре уççа, кăларат, тет. Первым начинает (рыть) тот, кому (умерший) завещал перед смертью, и он вырезает (лопатой) четырехугольный слой земли, который называется «сăвап тăпри»; эту землю при зарывании покойника кладут под той частыо гроба, в которой помещается голова. Отрезают этот четырехугольник со словами: «Двери умершего» (называют по имени). Этот четырехугольник очень нужен и поэтому дорог: при кончине мира, когда мертвые встанут из могил, этот четырехугольник раскроет могилу и поднимет умершего на землю. ППТ. Вăл çын мĕн ахăр-самана çитеччен тĕнкеленсе пурнат, теççĕ. Говорят, что этот человек будет мучиться до самой кончины мира. (Из статьи «Петĕркке шăтăкĕ»). N. Ахăр-самана кунĕнче мĕн пур тĕнчери çынсем хăрушă сута çакăнта, Истамбула, пуçтарăнмалла.

ахăр-самани

(с̚амаνиы), i. q. (то же, что) ахăр самана_. Тюрл. Ох, ахăр самани полчĕ! О, это (настоящее) светопреставление! (Так говорят, когда разыграется буря).

ахăртнех

(аhы̆ртн’эх’), ахăр. Вероятно. Ковалевский, Ист. Вĕсене хатĕрлекенсем, ахăртнех, крек ăстисем пулнă пулмалла (graecos artifices fuisse credo).

ахăртни

i. q. ахăр. Сред. Юм. Ахăртниех паян хăнана каяççĕ пõлмалла, ытла пит йõсанчĕç. Уж очень принарядились; по всей вероятности, сегодня поедут в гости.

ахăр

(аhы̆р), licentius, petulantius cachinnare, in magnos effundi cachinnos, громко смеяться; точнее соответствует русскому глаголу ржать, употребляющемуся в том же значении (о громком смехе); громко кричать. Н. Карм. Ахăрас = хытă кăчкăрса кулас. КС. Çавăн ахăрма-çăвар ачисем, ăрама тухсассăн, яла çурса ахăраççĕ. Когда его полорстые ребятишки выйдут на улицу, то ржут на всю деревню (или, как говорят русские: ржут как жеребцы). Якейк. Ахăрать, тесе, хытă колса вылякан ачасам çинчен калаççĕ. Ржут. Так говорят о детях, когда они шалят (играют) и громко смеются. Сказки и пред. чув. 100. Ха-ха, лахлах! ленкрĕн-и? Мĕскер шăршлан, çĕр çăтман? терĕ тăракан старик, пĕтĕм вартан ахăрса. «Ха-ха! попался? Что вынюхиваешь? — чтобы тебя проглотила земля!» — крикнул, заржав изо всей силы, стоявший старик. НАК. Хăйсем хĕрĕ-мĕнĕпе, пĕчкки-пусăккипа пурте пĕр çĕрте кулса, ахăрса, кĕслесемпе ташласа, тул çутăлачченех ĕçеççĕ. Сами они, вместе с девицами, и большие и малые, все вместе, смеются, ржут, играют на гуслях, пляшут и пьют до самого рассвета. Орау. Пытанса юлнă качака пӳтекки: упа хырăмĕ çурăлчĕ! тесе, ахăрса кулса юлать, тет. Спрятавшийся козленок громко заржал, сказав: «Медвежье брюхо лопнуло!» Пшкрт. мэ̆н, аҕы̆рза т̚ы̆рады̆н? Что ты ржешь (смеешься)? || De hinnitu admlssarii veI equae libidinoso. Также азартно ржать (особенно о ярящемся жеребпе, но также и о мерене). БАБ. Эпĕ тасатнă çыннăн пĕрер эрнерен начар лашисем, лайăхланса, ахăрса тăракан пулаççĕ. Если я выведу у кого-нибудь из дома порчу, то у него через какую-нибудь неделю, тощие лошади поправляются настолько, что начинают яриться и азартно ржать (в стойле). Пшкрт. Ыр’ы̆рза т̚ы̆рат. Актай. Пĕр картара пĕр хыткан кĕсре ахăрса анчах тăрать, тет. В одноq конюшне одна поджарая кобыла так и ярится. || Ст. Чек. Ăйăр пек ахăрса çӳретĕр! Ржете (орете, хохочете и пр.), как жеребцы! («Кĕçен» значит ржать без полового возбуждения, напр. при виде товарища, хозяина и пр.). || Vociferari, clamare. Также кричать, орать, рычать об арçури, (о хомяке, о галках и воронах, о льве, о человеке). Панклеи. Кăçкăрса пырчĕ-пырчĕ те, эп хăпарса ларнă йоман кочĕпех ахăрса иртсе карĕ. Он шел, шел, с криком, и прошел с хохотом и ораньем под тем самым дубом, на котором сидел я. Абыз. Шăрши тухрĕ — шăхăрчĕ, арлан тухрĕ — ахăрчĕ. Вылезла мышь и свиснула; вылез хомяк и стал испускать свойственные ему (грубые, низкие) звуки. Хыпар 1906, 16. Автанĕ те авăтать, курак-чаки ахăрать. И петух поет, и галки, грача и. вороны орут. Шел. 29. Арăслансем ахăрса, харăлтатса тăраççе. Львы ревут и рычат. Чăв. й. пур. 10°. Лашăрсене ан çапăр, ан хĕнĕр: шăхăрса, ахăрса пыман акана хĕнесе, çапса пыртараймăн. Лошадей не бейте: если не заставишь плуг двигаться вперед криком и свистом, то его не едвинешь и побоями. Шел. 26. Асапланса, ахăрса пырать сĕнксе Есеепе. Страдая и ревя, едет Э себе, поникнув головою. || Plorare vehementius, рыдать. К.-Кушки. Ахăрса йĕрет. Рыдает. || Tumultum facere, strepere, шуметь, реветь. Янш.-Нор. † Килтĕмĕр-кĕтĕмĕр çак киле — ахăрса (= кăшкăрса, юрласа) хăла пылĕ ĕçеççĕ. Чĕлкаш 9. Тимĕр листисем чул çине таçтан кĕмсĕртетсе ахăрса анни... Кан. 1927, № 214. Юрласан-юрласан, тапратрĕç ахăрма. || Excandescere, efferari. разгорячиться. Орау. Ухмахскер, кăшт хирĕç каласанах, ахăрса каять (т. е. çиленсе, ятлаçма, вăрçма хăтланать). Ему, дураку, поперек слова не молви, сейчас ощерится (рассердится и начнет ругаться, подезет в драку). || De consuetudine stupri. Также жить в внебрачной связи. Якейк. Ахăрса порнать, тесе, тата йĕркĕнпе порнакан çынсам çинчен калаççĕ. Ахăрса порпать — еще говорится о людях, которые живут в внебрачной связи. || Saevire, furere (de vento vehementiore aut de procella). Также о сильном ветре и буре. Якейк. Çил ахăрса тохрĕ. Подул сальный ветер. (Так и в Череп.) Альш. Çил-тăвăл тухса ахăрчĕ. Ахăр саман çитрĕтĕр, терĕм. Разразилась буря; я подумал: «Видно, настало светопреставление!» Череп. Самани ахăрса карĕ. Поднялась страшная буря. Чĕлкаш 80. Çил ахăрнă. Ревел ветер. КС. Пăхатăп — çанталăк ахăрнă-кайнă. Смотрю — поднялся сильнейший буран (или: буря). || Распространиться. Кан. 1928, № 239. Каллех ялта самакун ахăрса кайнă. || Luxuriari (de virentibus). Роскошно разростись, буйно пойти в рост. Собр. Курăк юр-шывле тапранмасассăн, кайран та ытла хытах ахăраймасть, теççĕ. Говорят, что если трава не пойдет в рост тут же, как она выйдет из под снега, то сильного роста у нее не быть. Орау. Ахăрнă пирĕн тыра! Больно хороши у нас хлеба! (Так и в Череп. и Ст. Чек.). || Lascivire, licentius se gerere, безобразничать. || Valde dlvitem fieri, бешено разбогатеть. Орау. Ахăрса карĕ. Бешено разбогател. Ib. Вăл ахăрчĕ ĕнтĕ. Якейк. Çынна пăçласа порниччен, вилесчĕ сан! Çирĕм пилĕк çол пăçласа порнтăн эс мана. Хал, ачасам çитĕнчĕç те, ахăримастăн ĕлĕкхи пак (i. q. ĕлекхи пек). Лучше бы тебе околеть, чем мучить человека! Ты меня тиранил целых двадцать пять лет! Теперь подросли дети, и уж больно-то не развоюешься!

ахăркала

v. frequent., учащ. ф. от гл. ахăр. Ир. Сывл. 7. Тĕттĕмрех чухне вăрман хĕрринче ахăркалаччĕç.

ахăртнех

(аhы̆ртн’эх’), i. q., то же, что ахăр. Çĕнтерчĕ 6. Качака усрасан, ахăртнех кăшт çăвĕ те пулĕччĕ.

аххăр

(аххы̆р leg. esse videtur, si modo recte scriptum est), i. q. ахăр. ХАК. Вирĕм вăл аххăр пĕр-пĕр сăмахран тухать пулĕ те, эпĕ пĕлместĕп. Вероятно, происхождение слова «вирĕм» имеет какое-нибудь обьяснение, но я этого не знаю. Ст. Чек. Аххăр çапла пулнă пулĕ. Наверное, это было так.

путех

вероятно, наверное. Ачач 58. Вĕрентекене, путех, тытма килнĕ пулĕ ахăр. См. путь.

Пăла

(пы̆ла), назв. речки, Була, в Чув. респ. Янших. Б. Изамб. Т. Мĕшĕн çынсем Пăла хĕрне чупаççĕ? Ib. Пирĕн ялăн Пăлан тепĕр аяккинче вунă теçеттинене яхăн çаран пур. Ib Эпĕ калани кӳлĕ пулсан тулĕччĕ, ахăр Пăла (Була) пулса юхат пуль (т. е. ты не слушаешь увещаний). Альш. † Кайрăм Пăла тăршшĕне, кĕтĕм вăрман ăшшине. Пазух. Вăрман хĕрри, ай, пĕрлĕхен, Пăла хĕрри хурлăхан. Байглыч. Пăлари шыв майпе хумханса тăратчĕ. Ib. Купăста сапма Пăла хĕрринчи пахчана ячĕ.

пăрах

(пы̆рах), бросить, оставить. Коракыш. Эпĕ епле хам упăшкана пăрахах сана качча пырăп. N. Пăрахса кай ман патăмран. Оставь меня. N. Аçу-аннӳ çуртĕнчен пăрахса кайса. Янш.-Норв. Унта пырсан вĕсенĕн пĕр ачи пĕр çăмартине хăй пуç урлă виçĕ хут çавăрать-те, çав çырмана пăрахать. (Сĕрен). Микушк. Ăçта каян, кума, каласа кай? — Шыва кĕмĕл çĕрĕ пăрахмашкăн. (Это, вероятно, старинный языческий свадебный обряд. На другой день свадьбы молодая в сопровождении сестры мужа идет на речку за водой и там бросает в воду кольцо или монету божеству воды «вутăш»). В. С. Разум. КЧП. Вăйĕ пĕте пуçласан, вăл пăрахса тарнă. Ачач 188. Тимуш хăрама пăрахнă. Орау. Пăраха пачĕ, бросил (неожиданно). Букв. 1904. Ахăр хĕрт-çурт пулĕ ку, тесе, Иван шартах сикет те, хайхине пăрахах тара пуçлать. Изамб. Т. Ку сурăхне пăрах та тар. || Свалить. Якейк. Алăк хошшинех пăра пăрахса хăварнă (свалили лед). || Навалить. Çутт. 153. Хыр тымарĕсене лакăма тултаратăп та, чĕртсе яратăп, çиелтен тăпра е çерем пăрахатăп. || Положить. N. Вутă пăрахам-ха. Положу-ка дров (в печку). N. Вута пăрахса çунтар. || Класть. Якейк. Эп чĕмелсене (= çĕмелсене) прахса турăм; чĕмелсене лап прахса турăм (чĕмел пуçланă чох тват кĕлтея хреслĕрен хреслĕ хораççĕ, онтан вара çавăрса каяççĕ). || Подкинуть. Бюртли. Санăн ăна укçа пăрахмалла, теччĕ. || Стлать (напр., для беленья). N. Шуратма пăрахнă пирсем. || Прикинуться. Кильд. Аптранă енне вара ӳсĕре пăрахăрĕ, тет. || Сажать. Хорачка. Кăмакая пашалу пăрах. В. Олг. Хăяр прах (садить). N. Чăн первей паранкă пăрахаççĕ. Ачач 37. Амăшĕ ывăлне кашни ирех, çунакан кăмакана паранкă пăрахса илсе тăварланă купăстапа тăрантарать. Кан. Кам çуркунне хăмла пăрахас, чĕртес, тет, унăн кĕркунне çĕре çемçетме тăрăшмалла. IЬ. Кăçалах çур теçеттин волынь хăмли семшевăй сурт пăрахнă. Пахча çим. 3. Нумайăшĕ (картофель) суха хыççăн пăрахса пыраççĕ. || Скидывать, снимать. Юрк. Вуникĕ сурăх усрăттăм, улăм пама каймăттăм, çирен тăлăп пăрахмăттăм. N. Пĕр уйăх ĕнтĕ ураран атă пăрахман. N. Пăрах, снимать (сапог) с другого. || Сбавить (цецу), сбросить. Б. Олг. Хакне пăрахсам пĕр ластăк, ытла хытă тытса тăратăн, сотас теместĕн-и? Пасара антарса тăк, киле каллях исе каятни? || Линять, ронять перья, шерсть и пр. N. Тĕк пăрах, пуç пăрах (урпа). || Делать выкидыш. Орау. Сурăх путек пăрахнă. Изамб. Т. Лаша тиха пăрахнă, ĕне пăру пăрахнă, сурăх путек пăрахнă (выкидыш). || Испражняться. Орау. Ах, ку ача-пча! Çинă-çиманах кайса та пăрахат (испражняется)! || Перестать, бросить. Орау. Ху вулама пăрахсан, кĕнекĕне мана пар. Когда перестанешь читать, передай книгу мне. N. Çăвла хут вĕренме пăрахсан, аттесене хресьян ĕçсенче пулăшрăм. Хыр-к. Хут вĕренме пăрахсан, çулла, ачасемпе пулă тытма, рак тытма çӳреттĕмĕр. N. Çиессе пăрах, перестать есть. Панклеи. Порнаççĕ, порнаççĕ ватăрах çынсам, эсрелĕ килме пăрахнине (что перестал ходить) сисе пуçларĕç. || Прекратить, бросить. N. Мĕнле паян кооператив сутма час пăрахнă. Ку вăхăтра хупакан марччĕ-çке? тесе килнелле çаврăнса каяççĕ вара. || Перестать что-нибудь делать. КС. Хăяр пăрах, последний раз собрать огурцы. || Раздумать; отменить, отказать. ЧС. Аннесем вара: вилет пулĕ, юмăçа кайса укçа та пĕтерес мар, терĕç те, юмăçа кайма пăрахĕрĕç. N. Эп сăра тăвасса пăрахрăм. Я раздумал варить пиво. N. Вăл хăй (она) кайма пăрахрĕ. Ивановка. Çакăнтан кайран эпĕ чула алла тытма та пăрахрăм. Тим. † Ах, хăтаçăм, Микулай, пăрахма-пăрахма тытăнатчĕ, пăрахасран чунăм çук, пăрахсассăн чунăм çук. || Уступить (в цене). Н. Карм. Ну, апла пулсан, вун тенкине пăрахап, тет. N. Пăрах (пăрахса пар) тепĕр пилĕк пусна! — Юрамаçт, пăрахмасп. || Отказаться. N. Çăкăра пăрахăп, уна пăрахмăп. || В качестве вспомог. глаг. Яргуньк. Акă сана хуçа сенкĕпе чиксе пăрахма килет. N. Мана луш (зря) çинченех кăшкăрчĕ-пăрахрĕ. N. Курак çăварне карчĕ-пăрахрĕ те, татăк ашĕ тухрĕ-ӳкрĕ. N. Лаша пĕççине чарчĕ-пăрахрĕ (беспомощно). Сорм-Вар. Упа Ахматяка çыхса пăрахрĕ. N. Вăл вара мĕн туса пăрахмĕ манпа? (т. е. нагадит мне). М. Сунчел. Пӳрт алăкне уçса прахнăччĕ те, пӳрт умне çап-çутă çутатса пăрахнăччĕ. Панклеи. † Каяс марах тесеччĕ, илчĕç-пăрахрĕç, мĕн тăвас. (Салтак юрри). Альш. Улпучĕ пăруласа пăрахасран хăранă, тет. Барин боялся, как бы не отелиться. Юрк. Тӳрлетес вырăнне (вместо того, чтобы вылечить) тата хытă пăсса пăрахаççĕ (испортили). IЬ. Çуртăрисем ĕлкĕрсен, çав укçапах çуртăрисене те выртарса пăрахат. IЬ. Тытăнсан, ĕçе часах туса пăрахнă. Ст. Яха-к. Атьăр часрах кунта чӳклесе пăрахар та, вара пирĕн пата кайăпăр, теççĕ. Изванк. Пулла тухсан та, ăна пĕре çех (только) кăшкăрса пăрахаççĕ (крикнут на него). Кан. Тепĕр хут чĕтретсе пăрахрĕ. Капк. Эпĕ Улия юратса пăрахрăм. Пуç çавăрса пар-ха. N. Çан чохне ĕçсе пăрахрăм-çке (напился)! Т. II. Загадки. Шăлсан, шăлса ямалла мар; çĕклесен, çĕклесе пăрахмалла мар; вăхăт çитсен, хăех каять. (Мĕлке). ЧС. Эпир вăл анана, ир кайнă-ĕскерсем, кăнтăрлаччен сухаласа та пăрахрăмăр. N. Вĕсем малтан нумай çĕрлĕ çынсенчен темĕн чухлĕ çĕр илсе пăрахаççĕ, унтан вăл çĕре, банк урлă, сахал çĕрлĕ хресченсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сутса пит нумай ытлашши укçа пуçтараççĕ.

акар

(агы̆р), rudere, rugire; vociferari; vociferari alicui metus iniiciendi causa; acutuni atque ingratum sonum emittere (in canendo), реветь; кричать, орать; кричать для устрашения: петь громко и некрасиво. Альш. Акă кунта пĕр упа аллисене тăратса акăрса килет, тет, ку арăм патне. Вот идет к этой женщине с громким ревом медведь, поднявши передние лапы. Изамб. Т. Мĕн акăратăн? Что ты орешь? Альш. † Аслă-ях та вăрман хыçĕнче акăрса, шăхăрса акасем тăваççĕ. За большим лесом пашут с громким криком и свистом. Янш.-Норв. † Аслă вăрман хĕрринче акăрса ака тăваççĕ. На опушке большого леса пашут с громким криком. Бюрг. † Хура вăрман хыçĕнче пĕр ака-пуç, акăрса акалат пĕр ача. За темным лесом пашет плугом парень, громко крича (на лошадей). Сред. Юм. Ачасĕм конĕпех акăрчĕç паян. Сегодня их ребятишки орали весь день, т. е. „плакала низким голосом“ (говорится о больших детях, лег с семи или восьми). || Metaph. est ditescere, augere rem familiarem; pinguescere. nitescere, corpus augere (de equls dicitur); luxuriare (de plantis). Переносно. Сред. Юм. Халь акăрчĕ ĕнтĕ õ. 1. Теперь он разбогател. 2. Теперь она (лошадь) поправилась (потучнела). Ib. Çак çăмăр хыççăн паранк аврисĕм акăрса кайнă. После этого дождя картофельная литвинья (ботва) сильно пошла в рост. Ib. Кõнтан çăмăр пõлсан тыр акрать ĕнтĕ. Теперь если будут дожди, хлеб быстро (а сильно, густо) пойдет в рост. О. Череп. Йывăç ахăрса (V. ахăр) карĕ. Дерево разрослось.

акăр

vox, quae in copulatione lantum reperitur, слово употребляющееся лишь в соединенни. Сред. Олг. Акăр самани (агы̆р-с̚амаνиы), finis mundi, dies novissima, светопреставление. V. ахăр-саман. А v. [Араб сăмахĕ]. tat. ахыр заман, последние времена.

алла ӳкер

(алла ӳгэр, алла ӳг’эр), iniicere manus in aliquem, in suam potestatem redigere, завладеть, овладеть кем. Торп. Хăрхăн калать, тет: „Халĕ ĕнтĕ алла ӳкертĕм!“ тесе. Рабыня говорит: „Ну, теперь ты попалась!“ Альш. † Вуник салма пĕçертĕм, пĕрне вута ӳкертĕм; леш кассенĕн хĕрсене ахăр алла ӳкертĕм. Я сварил двенадцать кусочков салмы и один уронил в огонь; наконец то я забрал в свои руки девушек из той улицы. Суждение. ЗЗ. Хăйне хăй ытлашши юратакан çын... çынна кураймасть, çынна алла ӳкересшĕн тăрăшать. Себялюбивый человек... ненавидит других и старается подчинить их себе.

анса лар

(анза лар), introrsus retractum esse (de oculis). Sedem eligere in loco depressiore. Букв. 04. Çаврака хура куçĕсем анса ларчĕç. Ее круглые черные глаза ввалились. Ст. Чек. Хура куçĕсем путса ларчĕç. Ib. Череп. Ку ача пулаймас пулĕ ахăр: куçĕсем анса ларнă. Этот ребенок, вероятно, не выздоровеет: у него ввалились глаза. Якей. Эсĕ итла çирмая анса ларнă-çке, çĕр куççа анма полтарать онта. Ты уж очень низко поселился, там и земля обвалиться может. Якей.. Ай-ай, ача, сан йĕм анса ларнă-ç! Ай ай, брат, да у тебя штаны свалились! || Saepissime habet vim verbi auxiliaris. Также употребл. в соединении с деепричастною формою других глаголов, имея значение вспомогат. глагола. Якей. Çортcам çинчен йорсам ирĕлсе анчĕç. Снег на крышах стаял. Ib. Сăртсам çинчен шусам йохса анчĕç. С холмов стекли потоки (весною). Ib. Паян пирн хватлă çилпе ик çăка тăрри хуçăлса аннă. Сегодня сильным ветром у нас сломило верхушки у двух лип. Орау. Сăртсем çинчен шывсем юхса ана пуçларĕç. С холмов потекли потоки. Ст. Чек. Капан тăрри ишелсе аннă. Вершинка стога свалилась. Ib. Арпалăх тăрри йăтăнса аннă. Крыша половни обрушилась. Ib. Пӳрт маччисем йăтăнса аннă. Потолок избы обрушился. Орау. Киле таврăннă чухне çул хĕрринче ларакан пĕр ишĕлсе-аннă арман патне çитрĕмĕр. Возвращаясь домой, мы дошли до находившейся прямо у дороги развалившейся мельницы.

кур

кор (кур, кор), видеть, увидеть; видать, увидать; заметить. Кр. Чет. † Корак килет: корас, тет; корса, пăхса илес, тет. N. Эсреле час-часах куракан та пулнă. N. Таврăннă чух юрласа, парнисене çынна курмалла илсе таврăнаççĕ (чтобы все видели). ЧС. Киле кайма тесе, тула тухнă та, кĕлет тăрри çуннине курах кайнă (вдруг увидел, что горит крыша амбара). N. Корман-илтмен çын (совершенно незнакомый человек). ЧП. Хăрпăх витĕр пăхрăм та, ылттăн чĕкеç курах карăм. Альш. † Илсем, йысна, çĕлĕкне, кукша пуçна курарах! Юрк. Выля, выля, авантарах выля! чăваш арăмĕ епле ташланине курар-халĕ. Ib. Курăпăр, унта мĕн пулĕ! Увидим (посмотрим), что там будет. Ib. Эпĕ пулатăп, куратăн! Да, это я (был)! Ib. Куратна? тесе ыйтат. — Çук, курмастăп, тет. Ал. цв. 22. Сана эпĕ хамăн тĕссĕр, курас килми (отвратительное) ӳт-пĕвĕме кăтартаймастăп. Сĕт-к. Çав Элекçи коймăрланнине пре те корас килмеçт вара. Якейк. Эп кортăм эсĕр калаçнине. Регули 145. Эп кайнине вăлсам мана кораççĕ. Ib. 753. Эп кортăм, вăл онта кĕчĕ. Ib. 817. Эп кортăм кам килнине. Ib. 144. Вăл мана корчĕ килнине. Ib. 138. Эп килнине корчĕ. Ib. Ытти çынсем ун хыçĕнчен кĕнĕ чухне вĕсем чулсем хушшинче пăхăр арча курах кайнă. Ачач. 47. Шкул хапхинчен тухнă-тухманах, хайхи качака сухалне (козлобородого) курах ячĕ. N. Паян халиччен курман-илтмен çынпа паллашрăм. Тоскаево. Курмасăр курнă кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Альш. Çав аслă çулпа Куславкка çулĕ çинче мĕн курсан кураттăмăрччĕ эпир тĕнче (наш кругозор этим и ограничивался). Лашм. † Пире илес тиекен сар ачисем Хусан купси хĕрсене илни çук; майра пулса килсе курни çук. ТММ. Курнă суккăра илеччен, курман суккăра ил. (Послов.). Ск. и пред. Куртăм вара курмаллах мĕншĕн çав юр çунине. Ib. 44. Епле пĕлтĕр макаçи тыррине вăрларĕ те, курман пулчĕ хăй (отказался от того, что видел). Собр. Курман çĕртен курнă çын кăнтăрла çурта çутат, теççĕ. (Послов.). Т. Григорьева. Курман кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ. Сред. Юм. Корман çĕртен корсан, кăнтăрла çорта çутнă, тет. (Говорят про человека, бывшего бедным, но потом обогатившегося). Ib. Мана корни-пĕри вăрçаççĕ. Кто ни увидит меня, все ругают. Собр. Курнинчен курманни нумай, теççĕ. (Послов.). Байгул. † Мĕн пăхатăр пирĕн куçран, çӳлте çăлтăр курман-и? (Оригинальное сравнение). Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Ib. Ай, çав платньăксам лайăх ĕçлеççĕ-çке, çын корнă-корман паччалăк туса лартрĕç! || Смотреть, глядеть; наблюдать; брать пример. Ала 3. Хĕр, курса çӳресен-çӳресен (после того, как везде походила и на все поглядела), унăн каясси килнĕ, тет, тинĕс патне. Шурăм-п., № 14. Яш-кĕрĕм тем чухлиех. Икĕ ача уткăнаççĕ анчах. Ыттисем курса тăраççĕ (наблюдают). N. † Çинçе пилĕк хура куç кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? С.-Устье. Çав вăхăтра хуçа патне улпут тарçисем курма пынă, тет. (Употребляется вместо «туй курма», «хĕрсем ларнине курма» и т. п.). Юрк. Арăмăн упăшки килне тавăрăнсан, хунямăшĕ те хĕрĕ патне кĕрӳшне курма пынă. Кама 29. Ну, киле кайса, çырткалам-ха, çиессĕн килчĕ. Каçхине курăпăр-ха (посмотрим). N. Вĕсем те (молодежь), ваттисене кура (взяв пример), урăхла юрăсем кăшкăрса юрла пуçларĕç. Учите детей. Ашшĕсенчен кура ачисем те пĕчĕккĕллех чĕлĕм туртма вĕренеççĕ. Халапсем. Çавăнтан вара, вĕсенчен курсах, ыттисем те хăйсем валли çапла сăра тăва пуçларĕç, тет. N. Тухнине кура унта та пырса тăнă. N. Мускав хулине чипертерех курасшăн пайтах урамсене çите куртăм. N. Çавăнпа вĕсенĕн ачисем те, ашшĕ-ăмăшне курса, çамрăклах ырра, лайăха вĕренсе ӳснĕ. || Встречать. N. Кушкăсем Ивана куртăм. N. Кушкăри аппана Хусанта куртăм. Орау. Вăрмана каймассеренех кураппăр эпĕр ăна (встречаем). N. † Пирĕн тăвансем хушши ытла инçе, куракан çынтан, салам ярăрсам; салам ярса салам çитмесен, хăвăр, асăнса, килсе курăрсам. М. Васильев. Ачасĕм ялта коракана-пĕрне (кого ни встретят) шывпа сапса çӳреç. О земл. Халиччен çĕр ĕçĕ çинчен чăвашла çырнă кĕнеке эпир курнă-тăву çукчĕ. Бес. чув. Тата темиçе хут та Керимуллапа курса калаçмалла пулнă. || Видеться; повидаться. N. Йăпăрт анчах корасчĕ сере (= сире)! Б. Олг. Ну, тет, кортăмăр, тет; атя хопаха тет, пĕр коссушкă эреке ĕçĕпĕр, тет. Слеп. † Эпĕр ĕçме килиса, эпĕр корма килиман. Йӳç. такăнт. 19. Сыв пулăр, тепре кураччен! До свидания! N. Тавăрнсан, пĕр-пĕринпе курса, пĕр виçĕ курка сăра ĕçесчĕ. (Письмо). Юрк. Санпа курса калаçнăранпа (со времени нашей встречи) тăват-пилĕк хăваттире куçрăм. N. Тав ĕлĕххисене! — Апла пулсан, юрĕччĕ те, куримастпăр çав (редко приходится видеться). Альш. Сывă пулăр-ха, куриччен! До свиданья! || Претерпевать, испытывать, переносить, выносить. ГТТ. Курмалли пулнă. Такова (его) судьба. Ib. Курасси пулнă. В. С. Разум. Унта ташлама тапратрĕç. Манăн çав ташланă вăхăтра ыйхă киле пуçларĕ. Манăн çав ташă вăхăтĕнче мĕн пур курни те ыйхăпа вăрçни анчах пулчĕ. Тогач. † Ай акисам, акисам! Килетĕр те тăратăр, кăркка чĕпписем мĕн кураç пулĕ! (т. е. вы ушли из дома, не покормив их). N. Темĕн те курса ларăр ак! Вот с вами случится что-нибудь скверное! (Угроза). ЧС. Пĕлтĕр те лаша вилчĕ, кăçал та апла пулсан, мĕн курăпăр вара! КС. Турă куртăр сана! (Пусть накажет, воздаст). Шел. 29 Ылттăн çурта кĕрсен те, кĕмесен те, вилмелле, мĕн курнă пуç куртăрах, унта мĕн пур пĕлмелле. N. † Йывăр хуйхă курнă çукчĕ, çурчĕ çамрăк чĕрене! Кĕвĕсем. Мĕн тăвас лутра кăвакал? Мĕн курас лутра кăвакал? Юрк. Чĕрĕм чунăм чăтманнипе кура-кура çӳрерĕм (скитался на стороне?). Ib. Тĕлĕнмелле! Усал курассисем, калăн, юри çак вăхăта кĕтсе тăнă, тесе! Ib. Курассине хирĕç. Как на грех. Ib. Хыçĕнче тăракан пĕр çынни, ку çапла хăраса тĕсрен ӳкнине курсан, унăн аркинчен туртса: унпа ан кĕреш, çĕнеймесĕр, унăн айне пулсан, хăнтан ху çынна култарăн, темĕН курса тăрăн, хур пулăн. Ан кĕреш! тет. Ib. † Ĕмĕрĕ иртсе пырат, мĕн курассине пĕлмес. Ст. Шаймурз. † Курайман тăшман кураймĕ, хăй мĕн курасса пĕлеймĕ. О сохр. здор. Лекĕрсем сивĕрен пăсăласран сыхланма хушаççĕ пулсан та, пĕртте сивĕ курмасăр пурăнма хушмаççĕ. Алших. † Хур курассăр килсессĕн, Атăл хĕррине анса кур. Букв. 1886. Ак ĕнтĕ, шан ача пăчана, вырăнсăр нуша курса çӳре! Иревли. Çуралнă чух çырнине (что суждено судьбою) курмасăр ирттерсе яраймалла мар; курма хушманнине кураймастăн. Собр. † Эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и? (Хĕр йĕрри). Сред. Юм. ЬIтлин-çитлин порнăç корса полмарĕ. Не пришлось жить в довольстве. Ала 88°. Вăл ачасем мĕн курман, хурлăхне те, савăнăçне те курнă вăсем. Образцы. Халиччен ырă çын умне тăманччĕ, чĕлхем çыхланнине курманччĕ. N. Конта темĕн те корăн! N. Курассу пулсан (если суждено судьбою), çитен иккен пур тĕле те (всюду. перебываешь). Никит. Макçăм: çаран укçи тӳлемесен, сутмалла пулат пуль-çке, мĕн курмалла, тесе, юмахласа улăхать. Истор. Алă-ура суран курни хисепĕ те çук. Кан. 1929, № 138. Ман пек, ни лаши, ни карт-хури çук çын çăкăр çисе курас çук (хорошего житья не увидит). || Юрк. Курас килмен япалана, ăна епле ирĕксĕр ĕçес тетĕн. || Считать за... СПБВ. Хăй чунĕ пек курать (юратать). N. Çамрăккисене тăвану пек кур. Ал. цв. 1. Хуçа хăйĕн хĕрĕсене чун пек курса пурăннă (души не чаял). N. Çиллисемпе мана тăшманăн кураççĕ. Букв. 1886. Эсĕ унта килте чупса çӳренĕ чухнехи пек куртăн-и мĕн? Ăçта сурăхусем? теççĕ. || С отрицанием в гл. возмож. — ненавидеть. Ск. и пред. 15. Эсир мана ӳстертĕр, ача чухне юратрăр; анчах ӳссе çитрĕм те, хĕрĕр чунне курмарăр. Чăв. й. пур. 23°. Вăл Натти пит усал кăмăллă пулнă, çынна пĕртте кураймасăр тăнă. Эпир пурнаппăр юлташпа. Икĕ кинтеш пĕр-пĕрне кураймасăр пурнаççĕ, чысти çавăн пекех пурнаппăр. || Знать. N. Çапах та ытти çынсем уна (это) курса пĕлсе тăраççĕ пулсан та, юмăçа кайма пăрахмаççĕ. || Относиться. Альш. Вăл пурне те хăйне курнă пек курать. Он на всех смотрит, как на себя, относится ко всем одинаково. || Принимать (за кого). N. Ĕмĕтленетĕр — илейместĕр; вĕлеретĕр, ăмсанатăр — çапах ĕмĕтĕре тăрантараймастăр; вăрçатăр, тăшманăн куратăр — çапах çук, мĕншĕн тесен ыйтмастăр эсир. || Дождаться (худого). К.-Кушки. Çаратсан çаратсан, мĕн-те-пулса курĕ-ха (пулĕ-ха). Грабит, грабит, да до чего-нибудь и дограбится. || Иметь. Истор. Санăн арăму Ирина халиччен ача-пăча курман, ахăр ӳлĕм те кураймĕ. Собр. Ай, пиччеçĕм, Николай, пичче! Эсĕ курнă ача-пчана эпĕ те кура парам-и, эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и. Орау. Виçĕ пуса курман-им эпĕр, виçĕ пусшăнах çука юлмăпăр-ха! (т. е. копейка — не велик расход.) || Подражать. N. Эсĕ кукленсе кĕнĕ арăмран курса вĕрен. || Иметь целью. Бур. † Ай-хай, çинçе пӳçĕм, çамрăк пуçăм, кам телейне курса ӳсет-ши? || Кан. Çав тери пуян çын хĕрĕ мĕн курнă-ши ĕнтĕ (что нашла завидного) ман ывăлра? || В качестве вспомогательного глагола. Сунт. 1929, № 9. Çăва тухнăранпа армансем çунаттисете лайăххăн, вăйлăн çавăрса та курайман. N. Конта çантăлăк пит вĕри: кон-каçа кĕпесем типсе кормаççĕ. N. Пĕр вĕренсе тухсан, кĕнеке вуласа курмаççĕ. N. Ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын. N. Пĕр санпа анчах калаçса курман. N. Хусантан тухнăранпа ăшă пӳрте кĕрсе курман. N. Тăласем типсе курман (= все время мокры). Конст. Чăв. Тата килсе кĕр (приезжай повидаться), тепĕр килнĕ чух (в другой раз) аннӳне те илсе кил вара. N. Кайса кур чăвашсене. Поезжай, повидай (или: навести) чуваш. N. Сыв пул! Татах килсе кур. Кан. Ялта мар пирки кашни кунах кайса кураймастпăр. Юрк. Ку аттамсемпе эпĕ темĕн каласан та Хусана çитсе курас çук. СТИК. Эпĕ халиччен çӳресе курман çын мар вĕт. Чай, я не в первый раз (езжу).

ăс

(ŏс, ы̆с), ум, разум; ум-разум, рассудок. N. Акă пирĕн хушшăмăрта тĕслĕрен халăх пур, тĕрлĕ ăс пур, тĕрлĕ чĕлхе пур. Вот среди нас есть разный народ, разный ум, разный язык. Собр. Ăс çук та, ĕç пулсассăн ― ĕç çук, теççĕ. (Послов.). Нет ума, поэтому нет и дела. IЬ. Çук ĕнтĕ, урăх эрех пулмас, ăна ăс вĕрентекен пур (его кто-то учит уму-разуму). Альш. Эсĕ ăсран тухнă ахăр, тенĕ. Должно быть, ты сошел с ума. СТИК. Ăс çитеймес çав. Не хватает ума. (Говорят человеку, не сумевшему сделать что-нибудь руками). Изамб. Т. Сана та ăс кĕмерĕ иккен. Авланнă пулсан, пĕр-ик ача ашшĕ пулнă пулăттăн. Не набрался, оказывается, и ты ума. Если бы ты был женат, то ты был бы отцом двух-трех детей. Собр. 343. † Пирĕн пек çамрăк ачасем пурăнакиле ăс илет. Ала 96. Ку ачана кăшт ăс кĕре пуçланă: мĕлле пурăнас ку хĕле? тет. Этот парень начал приходить в ум: как, говорит, провести эту зиму? Орау. Нимĕч вăл ăспа пурнакан çын, ал-хапăлтах мĕн курнă, ун хыççăн каймаçть. Немцы — люди рассудка, и ничем не увлекаются. Кильд. Хайхи вара ăс вĕренте пуçларĕ, тет (начал учить уму-разуму). Б. 13. Ялан ăспа çӳресен, ялти ватă ятламасть. Если постоянно ходить с умом, то деревенские старики не будут бранить. С. Тимоф. † Çĕнĕрен килнĕ çын, тесе, çунан вута ан чикĕр: ман ăс кĕске, чăтас çук. Из-за того, что я новый человек, не толкайте меня в пылающий огонь: у меня ум короток, я не вытерплю. (Слова молодушки). Полтава 11. Ăсран тухнă ват этем. Старый человек, выживший из ума. Кратк. расск. Иосиф тĕрмере, хĕн пурăнăçра, шăп ӳссе çитĕнсе, пысăк çын ăсĕ кĕричченех ларнă. Ч.С. Санăн ăсу ватăлнăçĕмĕн пĕтсе пырать-мĕн, терĕç. Они сказали: «Ты, чем старше, тем глупее». Юрк. Ăсĕ пур чух, еще будучи в здравом уме и твердой памяти. Юрк. Шухăшласан, ăсăм çитми пулчĕ. (От долгой думы) в голове не хватает способности мыслить. Псалт. 30,23. Эпĕ ăсăм кайнă вăхăтра каларăм. IЬ. Лаша пек, ашак пек ан пулăр, вĕсен ăсĕсем çук. N. Нумай вĕренни ăсран ярать сана. Долгое учение сводит тебя с ума (лишает разума). А. П. Прокоп. † Ăсăмăр ухмах. У нас глупый разум. Юрк. Эсир мĕшĕн апла çырса янине, пăртак ăсĕ пулсан, хăех пĕлĕ, теççĕ, кулса. «Если есть у него немного сообразительности, то он сам поймет, почему вы так написали», говорят они, смеясь. Якейк. Воник салтакăн пĕр качакан чохлĕ ăс çок, теççĕ. У двенадцати солдат, говорят, нет ума столько, сколько у одного козла. Юрк. Калаçса ларнă ушкăнта пĕр чăваш пит ăспа калаçса ларнă. Вăл çапла пит ăспа калаçнинчен итлесе лараканнисем, ыттисем, пĕтĕмпе тĕлĕнсе тăнă. Среди беседующего общества один чувашин разговаривал очень умно. Слушатели изумлялись его умным речам. Богдашк. † Икĕ савнă тусăм пур, пĕрин ăсĕ кĕскерех; пĕри кайсан, тепри пур. Есть у меня два милых друга, но у одного из них ум коротковат. Если один уйдет, то останется другой. Псалт. 48,4. Чĕремпе шухăшласа пĕлни ăса вĕрентĕ. Юрк. Ача-пăча ăсĕ. Сред. Юм. Ăсне ĕçет, ум пропивает. IЬ. Ĕçесси ĕçтĕрчĕ хоть те, ăсне ан ĕçтĕрчĕ. Пусть бы пил, но только бы ума не пропивал. N. Ку çынсем йăлтах ăсран кайнă, нимĕн пĕлмеççĕ. Эти люди совсем сошли с ума, ничего не понимают. Урож. год. Çамрăк чух ăс салатман (не расточал попусту), укçа шăва пăрахман. А. П. Прокоп. † Çинçе-кăна пӳлĕ хура куççăм, пурăна-пĕр-киле ăс илет (приобретает). Кĕвĕсем. 79. Паянхи кунтан ăсăм пĕтрĕ (я лишился рассудка) такçан тăвансене курнипе. Чăв. й. пур. 9. Лайăх ăслă, кăмăллă çын. Очень умный, симпатичный человек. || Мысль. Изванк. Çул çинче каялла çавăрăнса пăхсан, тепĕр ăс кĕрет, теççĕ. (Послов.). Ст. Чек. Ăс пăттăранат, мысли перепутались. IЬ. Хуйхă пусан, аптăранипе ăс пăттăранат. IЬ. Ăс пăттраннă вăхăтра пуç анкă-минкĕ пулат, ыратат. IЬ. Ăс пăттăранма ури çине ĕне пусман (еще молод для того, чтобы слишком задумываться). || Направление ума, убеждение. Жит. св. Январь. Арий, пит ăслăскер, шуйттан пулăшнипе пĕтĕм халăха, улпутсене те, патшасене те, архиерейсене те, хăй ăсне ерте пуçланă. Лашман. Ырă кинçĕм (çавă пур) ялан пĕр ăс çинче пурнинччĕ. (Свад. песня). Сред. Юм. † Çичĕ ют килне каймасăр çичĕ ют ăсне тытас мар. Пока я не вошла в чужую семью, я не буду жить чужим умом. Чăв.-к. † Çичĕ ют килне çитмесĕр, çичĕ ют ăсне тытас мар. Пока я не вошла в чужой дом, я не намерена поддаваться чужому влиянию. ЧП. Нумай йĕрĕп ĕмĕр тăрăшшĕне ирттерме, ăсшăн тăрăшма пиллесем. Много еще поплачу я в течение своей жизни, благослови меня на приобретение должного направления ума. Хыпар № 16, 1906. Эсир хăвăр, хытă тăрсан, турă панă ăса тытса, кĕнеке вĕренме ан ӳркенĕр. || Совет. Чăв. й. пур. 12. Эпĕ сан патна ăс ыйтма килтĕм, тенĕ. Я к тебе пришел за советом. IЬ. Леш сутма пынă çынсене тунма (отпереться) ăс вĕрентнĕ (научил). Альш. Унтан вара Ванькканăн арăмĕ монастыре ăс шырама кайнă. Н. Шинкус. Кам та кам çав старикрен ăс ыйтса килĕ, çав тăшман тин çак киле çĕнтерĕ. До тех пор, пока не сходит кто-нибудь к тому старику за советом, тот враг не одолеет этого дома. || Мнение. Ходите во свете. Пĕр ăс тытса. БАБ. Выртасчĕ, те çывăрасчĕ ĕнтĕ, пирĕн ăспа. По нашему мнению, следовало бы им лечь да уснуть. || Сознание. Сред. Юм. Ăс пăрахсах ĕçмес ȏ. Он не пьет до беспамятства. Лашмаш. Тусçăм, эпир иккĕн (sic!) эпир уйăрăлсан, асăнăн-ха ăсă пĕтиччен (до того, что сойдешь с ума). Ала 61°. † Кунтан, тăвансем, эпĕ уйрăлсассăн, асăнăр-ха ăсăрсем пĕтиччен. Б. Сунч. † Эпĕ, тăван, кунтан уйăрăлсан, асăнăр-ха ăсăрсам пĕтиччен. || Повадка. Чăв. й. пур. 10. Эй, Яхвар! çак сирĕн ăсра энĕ пĕртте юратмастăп, çул хура, тиенĕ ăлавна йывăртарах, ху çапах лашана хĕнетĕн. Эх, Яхвар! не люблю я этой вашей повадки! Дорога бесснежная, клади положил много, а сам все-таки бьешь лошадь. || Нрав, характер. Ала 8. Унăн ăсĕ те пит аван, лăпкă ăс пулнă. Он был очень хорошего, тихого нрава. Посл. 101,20. Ăсăртан — çулланă (в летах) çынсем пек пулăр. Ала 90. Анчах вăл ачасем иккĕшĕ икĕ ăслă пулнă (различного характера). || Прием, способ. Ала 13°. Халь ĕнтĕ ку ăспала (зная такой прием) аптрамăп-ха, тенĕ. IЬ. 20°. Ăс шыра пуçланă. Начал искать способа. IЬ. 21°. Пире нимĕн те кирлĕ мар, эсĕ пире ăс тупса парăн-ши? Нам ничего не нужно: не укажешь-ли ты нам способа (выхода)?

лăпăл-лапăл

(лы̆бы̆л-лабы̆л), подр. неравномерному хлопанью крыльями. Альш. Акă хай тăрнасем какăлтата пуçларĕç. Ахăр урăлчĕç (их опьянение прошло). Акă лăпăл-лапăл турĕç те, вĕçсе кайрĕç (журавли).

мая яр

направлять. Изамб. Т. Ĕçе мая ятăм. Я направил дело как следует. Ib. Пурана мая ятăм. Я привёл сруб в порядок. N. Ăс тупса, пурăнăçне пĕр мая ярать. Трахома. Ырă çынсем хушнă тăрăх тӳрлететĕп, тӳрлететĕп, мая ярса пулмасть ахăр лекĕр патне каймалла пулĕ. См. вилĕ-чĕрĕсем.

миме

(-э), мозг. N. Унăн ăш-чикки çара çу, шăммисем тăп-тулли миме. Изамб. Т. Пуç мими, туна шăмми мими. Ib. Ахăр санăн мимӳ çĕрсе тухнă пуль! (Говорят неслуху). Ib. Мимӳ çĕрсе юхни-мĕн? (Брань). Янтик. Пуç мими (головной мозг) типсе кайнă, тет. СТИК. Миме: 1) костный мозг, 2) головной мозг. Юрк. Доктор, ман пуçа ан пăх та, унта манăн миме çук-тăр; пуç мими пулсан, эпĕ тӳпелешекен çынсем патне (к дерущимся) чупса пырса, хам пуçа шăтарттарман та пулăттăм, тет. N. Чи йывăр мимелли çынсем. (Склонения двух диалект. фф. этого слова: миме и мимĕ, конечно, различны; но в некоторых говорах они могли быть перемешаны. Иногда последнее могло произойти по вине переписчиков или вследствие неточной записи).

вара

ужо. N. Вара пурăп, халь ерçместĕп. Собр. Варана кайсан, вараланат, теççĕ. (Вослов.). Тоск. Варана юлнă япала варланнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Регули 1227. Вара кил; вара тăвам. Ст. Чек. Ĕçе, ăна çийĕнче туса пăрах; варана юлсан, варланат, теççĕ (иначе дело забудется). || После, с, через. Орау. Эп вара килетĕп, виççелле, виç сахаталла (часам к трем). Регули 286. Эп сумар мартан вара (сувалнăран вара) онта ялан çӳретĕп. Т. VI. 12. Паянтан вара — с сегодняшнего дня. Кан. 1928, № 149. Ĕç çур-куннерен вара тăсăлать. Дело тьянется с весны. Альш. Çав кунтан вара — с того дня, Ч. С. Виç кунтан вара, через з дня. {{anchor|DdeLink21822718894160}} || Указ. на возможный вывод, следствие или заключение. Часто ставится о тем же оттенком конечного вывода и в вопросах. Изамб Т. Епле, укçа тухмалла-и? Мĕн чухлĕ-ши? — Ахăр тухмалла. Темĕн чухлĕ вара тухмалла, пĕлместĕп. Ib. Пăятам тепле вара, пăянам хуш сăмаха-йăмаха пит вичĕкĕн япала. N. Касаксем: акă халĕ тинĕс тĕпне кайăпăр вара, кайăпăр, тесе, каласа тăраççĕ («вот-вот»). N. Унта тытаççĕ вара пулă, тытаççĕ вара пулă (повторение), тетелĕпе шак хывса. Регули 251. Атти тухманшăн вара эп те ништа та тохман. N. Ме, акă пилĕк çĕр тенкĕ; анчах асту, ыран ирех илсе кил вара (принеси). Кан. 1928, № 149. Çуттишĕн (за вино) ĕç тăваççĕ, тоççĕ вара Тури-Тимĕрç-кассем. Шел. II. 58. Сывă-халĕ, лайăх пурăнать, питĕ чее вара, терĕç. N. Темĕскер вăрри вара (не знаю, что это за семена). Подгорное. Ача, Иван чăнахах Мускава кайнă-и вара? Епле лекнĕ-ши вара вăл унта? Цив. Еппин кăçта вара? Где же она у тебя? Ч. С. Ни хура мар, ни сăрă мар, хăй вара çарамас пек курăнать те, шыв хĕрринчех выртать (вутăш) Альш. Ай-ай аван çынсем-çке вара çав Мишкасем! Ну и хорошие же люди этот Михайла и его жена! СТИК. Вара мĕн хытланан эс? (Говорят человек, пораженный поступком товарища. Значение «вара» определится, если ты сопоставим выражения «вара мĕн хытланан ес?» и «мĕн хытланан эс?» Последнее выраж. значит; «что ты делаешь?», а первое «ну, что ты двлаешь?!» || А действительно ли... Сред. Юм. Аçу килте-и вара? А дома твой отец? || Будто. Нюш-к. Çав укçа (клад) кĕш(= хăш) чухне лаша е урăх япала пулса çӳрет пулать вара. || Однако, а. Альш. Вĕсене тивеймерĕ вара. Однако они остались нетронутыми (пожаром). П. П. Т. Калăмтенĕ сăмах мĕнле сăмахран та пулин тухат пулĕ-те, анчах эпĕ ăна пĕлейместĕп вара. N. Петĕр: выртма яратни килемей? тесе каларĕ, тет. Килемĕшĕ (старушка): выртасси выртăн та, эсĕ Иван тĕслĕçке вара, тесе каларĕ, тет. Сĕт-к. Çав Елекçин ним латăллă калаçни та çок вара. Перев. Вара (тогда) эпĕ: ку кам манпа пĕрле юрласа пырать? тесе ыйтрăм. — Эпĕ, тет,—Вара кам эсĕ? — Эпĕ санăн нушу, тет. || В таком случае, и тогда. Регули 1515. Мана пĕр . конлăх анчах парăр, вара çитĕ. Орау. Раштава сирĕн пата пыма юрать-и, килте пулăр-и? Çырăр çавна. Вара пырас. || Разве. Ч. С. Пĕр чĕрес сĕт нумай-и вара? N. Эс пасара каятним вара? || Уж не... ли. N. Пирĕн уччилни карташĕ хӳмине вут хыптарман-и вара? тетĕп. Я думаю: «Уж не подожгли ли забор двора нашей школы?» N. Кашкăрĕ калать, тет: тилĕ тус, эсĕ шăмасна (= шăмастăн-а) вара ман çие? || Едва ли... Альш. Качча кайиччен иккĕ-виççĕ а каяяççĕ-и вара хĕрсем хĕр-сăрие? Пĕрре-кăна кайнă, тиекенсем те пур арăмсен хушшинче. СТИК. Пуласса пулĕ те вăл хаçан-та-пулсан, эпĕр курмалла пулайăпăр-и вара ăна? (т. е. едва ли нам придется дожить до этого). || Да ведь. Кратк. расск. 24. Унтан тăванĕсене каланă: вара эпĕ И., тенĕ. || Потом... (с остановкой, при расскзе). Орау. Çан чухне çапла ятлаçрăмăр. Вара... çав çилĕпе, халь те чашлатса çӳрет (злится): пĕр-пĕр алла ӳнерĕп-ха, тесе калат, тит. || Выраж. подверждание, как русск. да. К. -Кушки. Эс паянах каятним ĕнтĕ? — Вара. Паян тухса кайсан, вăхăта çитĕп, тетĕп. Разве ты сегодня же едешь? — Да. Я решил, что если я выеду сегодня, то успею к сроку. Срв. ара. || С уст. накляну что же. N. Илин вара! Ну что же, если возьмет! || Дальше (чего-либо). N. Теччĕрен вара кăйман.

вилтер

(дэр), дать умереть; употр. только в таких предл., как следующ. К.-Кушки. Эпĕ вилептĕр ахăр час. — Эпĕ сана вилтерĕп!... ачусем мĕн чухлĕ те... Я, наверное, скоро умру. Я тебе дам умру!. . с такой-то кучей детей... (Говорит жена мужу).

ушкăн

ошкăн, толпа, группа, стая. Изамб. Т. Хам çумри укçа çак сирĕн ушкăна (толпу) илме çитет. N. Çавăнтах тата пĕр çаран урлă урăх ушкăнсем пулнă. Çав ушкăнтн пĕр ачи эпир унта выртнине пĕлнĕ те, пире хăратма пынă. Бес. чув. 1. Кăшт тăрсан, çак ушкăн иртсе кайнă çулпах тепĕр ушкăн лав хăпармалла пулчĕ. IЬ. Акă ĕнтĕ у... ялĕ чиркĕвĕ умĕнчен ер ушкăн иртсе кайрĕ, вăл, кĕпер çине анса, тăвалла хăпара пуçларĕ. Ч. П. Хĕр ушкăнĕ. Беседы и шутки. Çавă ырă çынсем ушкăнĕ пур инкек-синкек лекнĕ çынсене пулăшса тăрать. Янтик. † Ушкăн-кăна ушкăн тупăлха, чăн хĕррине эпир касрăмăр; ушкăн-кăна ушкăн сарă хĕр, чăн саррине эп илтĕм. Альш. Ларать пĕр ушкăн вăрман. || Общеетво, часть общества. Мошк. † Çак ял ушкăнче (в этой деревне) çӳрерĕм, сирĕн пек ыр çынсем тупмарăм. || Компания. Ч. С. Ачасем пурте тăрсан (проснулись), Тимахви старик: ах турă, ачасем, эпĕ пит хăрушă тĕлĕк куртăм: кĕçĕр эпир, çак хамăр ушкăнрисем, пурте пĕрле пулса, пĕр пĕчĕкçĕ юман касрăмăр, ахăр ялта кам-та-пулин вилет пулĕ, терĕ. || Артель. N. Выçă аптăранă çынсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе (артелями) ыйткаласа çӳреччĕç. || Селение, часть селения. НАК. Пирĕн патăмăрта Аты-касси ятлă виçĕ ял пур: пĕрине, хушăран вырăссем пурăннăран, Вырăсла-Ушкăн-Аты-касси теççĕ, тепĕрине Кив-Ушкăн-Аты-касси теççĕ, виççĕмĕшне, пирĕн яла, Çĕнĕ-Ушкăн-Аты-касси теççĕ. N. Анатри ушкăн, тури ушкăн (назв. концов деревни = кас). || Связка. N. Вăл тăрать та — кăмака çине хăйă ушкăнĕ çыхса хунă, тет, — çавна илет те, сăкманпа чĕркесе, хăй выранĕ çине выртарать. Изамб. Т. Мăлтан ушкăн-ушкăнпа пит хытă (туго) çыхаççĕ (липовую кору). || Раз. N. Анне пире тепĕр ушкăн пăхрĕ те, виçĕ хут вăрăммăи сывласа ячĕ те, унăн сывлăшĕ тухса карĕ. Ст. Чек. Унтан виçшер витре вара виç ушкăн сапаççĕ. || Прием (раз). КС., И.П.Т. Малтан пĕр ушкăн ярса силленмесен, татах вара: çырлах! пил ту! çырлах! Пил ту! тесе, каллах çурăм тăрăх хăлхи шăтăксе ярать. (Уй чӳкĕ. Юрк. Икĕ тăшмăнсем пĕр ушкăн вăрççа илчĕç. || Часть. Толстой. Унăн (у нее) пĕр ушкăн пырши йăтăнса тухса, типĕ çулçăсем тăрăх сĕтĕрĕнсе пырать. || Время (от времени). Белая Гора † И, ушкăн та ушкăн ăш çунать; хăш вăхăта çитсен сӳнĕ-ши? Альш. † Хамăр тăван аса килсессĕн, ушкăн-ушкăн куç-çулĕ юхать-çке. || Кучка. N. Вăл ял патĕнче пĕр ушкăн çăка йывăçĕсем ӳсеççĕ. || Вереница. Дик. Леб. 42. Сасартăк вĕсенчен карап ушкăнĕ пулать-тăрать (они обратились в корабли).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

бушевать

глаг. несов.
1. 1 и 2 л. не употр. ахăр, алхас; море бушует тинĕс ахăрать
2. (син. буйствовать) кăтăр, тилĕр, тулаш; бушевать в гневе çилĕпе тулаш

по-видимому

1. вводн. сл. ахăр, ахăртнех; -тăр (-тĕр); зима, повидимому, будет холодная ахăртнех, хĕл сивĕ пулать
2. частица пулĕ, пулмалла; Ты простудился? — По-видимому Эсĕ шăнса пăсăлнă-им? — Çапла пулмалла

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

авось

тен, ахăр, ахăртнех.

видимо

паллӑ, ахăр, тен, пулас, курăнать; он, видимо, чем-то был рассержен вăл темĕншĕн çилленнӗ курăнать.

видно

1. курăнать; 2. пулмалла, пулĕ, ахăр.

хохотать

, -очу несов. ахăлтат, ахăлтатса кул, ахăр, ихĕр.

бушевать

, -шую несов. кĕрле, тулаш, ахăр, ӳхĕр, шавла (çил-тăвăл, вут, çын).

быть

пул; быть может тен; должно быть пулĕ, пулмалла, ахăр; будь, что будет мĕн пулса киле (мĕн пулать-килет).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

авось

частица разг. тен, ахăр; авось прояснится тен, çанталăк уяртĕ-ха; ◇ на авось ăнсăртран пуласса шанса.

бушевать

несов. 1. кĕрле, тулаш, ахăр, алхас; море бушует тинĕс ахăрать; 2. перен. вĕре; 3. разг. тилĕр, тулаш, кăтăр; бушевать во хмелю ӳсĕрпе тилĕр.

верно

нареч. 1. чăн, тĕрĕс (калать); 2. в знач. вводн. сл. пулĕ, пулас, пулмалла, ахăр; самолёт, верно, опаздывает самолёт кая юлса килет пулмалла.

вероятно

вводн. сл. и в знач. сказ. ахăр, пулĕ, пулас, пулмалла; вероятно, он болен вăл чирлĕ пулас; это вполне вероятно ку тĕрĕсех те пуль.

гоготать

несов. 1. какала, какăлтат (хурсем çинчен); 2. (хохотать) ахăлтат, ахăр.

грохотать

несов. 1. кĕмсĕртет, халтăртат, танкăртат; гром грохочет аслати кĕмсĕртетет; 2. прост. (громко смеяться) ахăр, ахăрса кул.

жировать

несов. 1. охот. çӳре (çисе); тут жировал зверь кунта кайăк çӳренĕ; 2. сад. ахăр; яблони жируют улмуççисем ахăрса ӳсеççĕ.

кричать

несов. 1. (издавать крик) кăшкăр, çухăр, ĕрле, ахăр; кăшкăраш, çухăраш, ĕрлеш, ахăраш; 2. (громко говорить) кăшкăр, çухăр, янăра, кĕрле; кăшкăраш, çухăраш, янăраш, ĕрлеш; 3. кого (звать) кăшкăр, чĕн; 4. на кого (бранить) кăшкăр, кăшкăрса ятла; 5. о ком-чём, разг. (много говорить) шавла, кĕрле, калаç; об этом кричал весь город ун çинчен пĕтĕм хула шавларĕ.

может

вводн. сл. ахăр, тен; пулĕ те, пулма пултарать; может, подождём немного? тен, кăштах кĕтсе пăхăпăр?

может

быть вводн. сл. ахăр, тен; пулĕ те, пулма пултарать; не может быть пулма пултараймасть.

наверно

нареч. в знач. вводи. сл. тен, пулĕ, ахăр, путех, шет, ⸗тăр [⸗тĕр]; наверно, так и было çаплах пулнă пулĕ.

наверное

нареч. в знач. вводи. сл. тен, пулĕ, ахăр, путех, шет, ⸗тăр [⸗тĕр]; наверное, так и было çаплах пулнă пулĕ.

нахохотаться

сов. раз. ахăрса (е кулса) тăран, тăраниччен ахăр (е кул).

озорничать

несов. разг. алхас, ашкăн, асăх, ахăр.

очевидно

1. нареч. уçă, уççăн, кĕрет(ĕн), яр уçă; 2. в знач. сказ. безл. уççăн (е кĕрет) курăнать, паллă; это для всех очевидно ку пуриншĕн те паллă; 3. в знач. вводн. сл. ахăр, ахăртнех, тен, шет, курăнать, ⸗тăр [⸗тĕр]; очевидно, он не приедет вăл килмест курăнать.

по-видимому

вводн. сл. (вероятно) ⸗тăр [⸗тĕр], пулĕ, пулас, пулмалла, ахăр (тнех); весна, по-видимому, будет ранняя çуркунне ир килет пулмалла.

пожалуй

вводн. сл. и частица пулĕ (те) пулмалла, ахăр, тен, ⸗тăр; я, пожалуй, немного задержусь эпĕ кăштах тытăнса тăратăп пулмалла.

похохотать

сов. ахăлтат, ахăр, кул (пĕр хушă).

разыграться

сов. 1. (увлечься игрой) хĕрсе кай, хытă (е хĕрсе) выляма тытăн; 2. (разбушеваться) ахăр, кĕрле, вăйланса кай; буря разыгралась çил-тăвăл вăйланса кайрĕ; 3. (произойти, совершиться) пул, пулса ирт; здесь разыгрался бой кунта çапăçу пулса иртнĕ.

ржать

несов. кĕçен, ахăр.

рыкать

несов. ахăр, мĕкĕр.

светопреставление

с. рел. 1. ахăр самана, тĕнче пĕтни; 2. разг. арăш-пирĕш, урăм-сурăм, пăтăрмах.

хохотать

несов. хыттăн кул, ахăлтат, ахăр; хохотать до упаду вар хытиччен кул, йăванса кайиччен кул.

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

schließlich

ahăr
ахăр

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

ахăр

1. «орать», «громко кричать»; «громко смеяться»; 2. «реветь (о ветре)»; к. калп., казах., ног., кумык., тат., башк. акыр, тув. алгыр, хак. аахтир, кирг. айкыр, азерб. ангыр «орать»; «реветь»; алт. агыр «пугать зверя криком во время охоты, выгоняя его на охотника, стоящего в засаде». Звукоподражательное слово: возможио, от а + аффикс -хăр.

ахăр

ахăр самана уст. «последние времена перед концом мира», «светопреставление», «конец света»; кирг., казах., к. калп. акыр заман, тур. аhир заман, тат., башк., туркм. ахыр заман, к. калп. акыргы заман, узб. охир замонахирет «светопреставление»; узб. охират «загробная жизнь»; др тюрк., КВ, азерб., туркм., башк., тат. ахыр, кирг., казах. акыр, узб. охир «конец». Из араб. «последний», «конечный»; «загробная жизнь»; ср. перс. (ахер) «конец», «последний».

ахăр

, ахăртне «вероятно», «наверное», «должно быть»; акыры «может быть», «должно быть», мишар. ахры «кажется», туркм. ахырын «ведь», узб. ахир «ведь»; «может быть», Возможно от перс. ахер «ведь», «же».

ахрат

«необыкновенный», «из ряда вон выходящий»; ахрат çырми «необычайно глубокий овраг»; кирг. акрат «все необычайное, из ряда вон выходящее». Ср. ахăр.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

армагеддон

ç.с. Тĕнче пĕтни; ахăр самана, тискер кун. Армагеддон пулатчĕ, хулари мĕнпур урăлтаркăч революци çĕклетчĕ. ÇХ, 1998, 1 /, 6 с.

аура

ç.с. 1. Парапсихол. Чĕрĕ чунăн ӳт-пĕвне хупăрласа тăракан, вышкайсăр сисĕмлисем (экстрасенссем) кăна куракан çутă пайăрка сийĕ; биоуй (туп.). Çын аури, тепĕр майлă каласан, биоуйĕ (е кĕлетке тавра тытăнса тăракан куçа курăнман мĕлке) тăрăх диагноз лартма пулать. Х-р, 27.06.1992, 3 с. Иисус Христосăн аури сарă тĕслĕ пулнă. Я-в, 1995, 9 /, 105 с. Экран çинче вăл [хĕрача] çĕр çывăхĕнчи орбитăра ĕçлекен çынсен аурине курма пултарнă. ÇХ-рĕ, 15.12.1999, 4 с. Аура çирĕп, вăйлă пулсан сире нимĕнле хура вăй та, нимĕнле тухату та çĕнтереймĕ. С-х, 2000, 27 /, 3 с. — аурăн асамлă çути (Я-в, 1995, 10 /, 42 с.). 2. Куçăм. Этем, чĕрчун е япала хăй таврашĕнчи çынсене кӳрекен витĕм. Тен, эпĕ те такамшăн Турă... Ырсунăм кăмăлĕ — аура. Л.Федорова //Я-в, 1991, 4 /, 7 с. Вера Кузьминичнăна çур ĕмĕр ытла [театрти] çак аура витĕм кӳрсе тăрать (ХК, 1998, 37 /, 15 с.). Пирĕн Таньăсене тата темле «аура» текенни пĕрешкеллетет ахăр. ÇХ, 1999, 3 /, 4 с. 3. Куçăм. Пĕр-пĕр пулăмпа çыхăннă лару-тăру, ĕç-пуç. Наци философийĕ, пурнăç аури ... авалхи тĕнре мĕн тери уçăмлă палăрать. Х-р, 17.12.1992, 3 с. Хăйне евĕрлĕ аура хуçаланать. Х-р, 25.12.1997, 4 с. Вăл [тĕп режиссер] артистсем сцена çинче хумханнине, ... залра хăйне майлă «аура» пулнине лайăх туйса илнĕ. Х-р, 13.04.2001, 2 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

ахăрсаман

(хальхилле ахăр самана) тĕнче пĕтес вăхăт. Ахăрсаман (тĕнче пĕтес вăхăт) кунĕнче пурĕ-пĕр пур халăх та Стампула пухăнмалла … [Архипов 1984:294].

Çавăн пекех пăхăр:

ахăлтат ахăлтаттар ахăлти ахăнча « ахăр » ахăр самана ахăр-саман ахăр-самана ахăр-самани ахăраш

ахăр
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org