Шырав: вырăнсăр

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

вырăнсăр

1.
не имеющий места (напр. пассажир)

вырăнсăр

2.
неуместный, неподходящий

вырăнсăр

неуместно, некстати, невпопад
вырăнсăр сăмах — неуместное слово
калаçăва вырăнсăр хутшăн — некстати вмешаться в разговор

вырăнсăр

3.
напрасный, беспричинный

вырăнсăр

без причины, без основания, напрасно, беспричинно
вырăнсăр шик — напрасный страх
вырăнсăр тиркешӳ — неосновательная придирка
вырăнсăр айăпла — обвинять беспричинно
вырăнсăр çӳре — ходить попусту за чем-л.

вырнаçусăр

1.
то же, что вырăнсăр 2, 3.
вырнаçусăр кула — беспричинный смех
вырнаçусăр каласа хур — сказать что-л. некстати

кӳрентер

обижать, огорчать
досаждать
оскорблять

вырăнсăр кӳрентер — зря обижать
сăмахпа кӳрентер — грубить, грубиянить
ахалех кӳрентертĕн çынна — ты зря оскорбил человека
кӳрентерес тесе каламастăп — не в обиду будь сказано
кӳрентерес шутпа каламастăп — не в обиду будь сказано
темĕн те пĕр каласа кӳрентер — осыпать оскорблениями
мĕн туса кӳрентертĕм вара эпĕ сана? — чем я тебя оскорбил?

танлаштару

1.
сравнение, сопоставление
соотнесение

анăçсăр танлаштару — неудачное сравнение
вырăнсăр танлаштару — неуместное сравнение
пĕр йышши танлаштарусем — однотипные сравнения
танлаштару ту — сравнивать, проводить сравнение

тăкак

расходный
пысăк тăкак — большие расходы
тăкак кĕнеки — расходная книга
бюджетăн тăкак статьйисем — расходные статьи бюджета
вырăнсăр тăкак — ненужные расходы
çул тăкакĕсем — дорожные расходы
тăкак статьйи — статья расхода, расходная статья
тăкаксене чакар — сократить расходы
тăкакне тавăр — оправдать затраты, окупить расходы
тăкакне сапла — оправдать затраты, окупить расходы
тăкакне вит — оправдать затраты, окупить расходы
тăкак кур — расходоваться, израсходоваться, потратиться  
тăкак ту —
1) расходоваться израсходоваться, потратиться
2) производить расходы, расходовать

харсăрлăх

3.
горячность
задиристость
разг.
вырăнсăр харсăрлăх — неуместная горячность

хурлантар

печалить, огорчать
обижать

вырăнсăр хурлантар — обидеть понапрасну
хурлантаракан хыпар — огорчительная весть

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çурт-вырăн

(выры̆н), дом и усадьба. Ашшĕ-амăшне. Ăçта кайса пуçа чикес-ши манăн, çуртсăр-вырăнсăр ĕскерĕн?

тăрăх

(ты̆ры̆х, тŏрŏх), длина (полотна). Янш.-Норв. Пилĕк тăрăх шур пирĕпе виçĕ тăрăх улача пур. КС. Тăрăх, цельная холстина (пир тăрăхĕ). Слеп. Пĕр тăрăх пир (20—25 аршăн и 10 аршăн). Янтик. † Тăрăх-тăрăх шурă пир, тăрăхĕ вăрăм пулинччĕ. Чăвашсем 22. Вăл вара вĕсенчен виçшер тенкĕ укçа, пĕрер тăрăх пир илнĕ, пĕр четвĕрт эрех ĕçнĕ, тет. Султангул. † Тăрăх-тăрăх улача, касса пĕтмĕ, терĕр-им? Пĕвĕ ӳссе çитĕ те, ăсĕ кĕрсе çитĕ те, ĕмĕрне каймĕ, терĕр-им? N. Ун пуçĕнчен шухăшсем кумса пĕтернĕ тăрăха тĕрлеме пуçларĕç. Хăшĕ-ха ун чăн илемлĕ тĕрри? Ал. цв. 12. Аслă хĕрĕсем хăйсен пурçăн тăрăхĕ çине ылттăн кĕмĕлпе тĕрлекен ĕçĕсене пăрахса, ашшĕне хирĕç чупса тухаççĕ. Сред. Юм. Пир кăнтарăм; пир, тăла тĕртсе кăларсан: пĕр тăрăх тĕртсе кăлартăм, теççĕ. || Мера ниток? || Звено. N. Вăл вăкăр хапхаран кĕреймен, ăна çичĕ тăрăх хӳме сӳтсе картишне кӳртнĕ, тет. (Такмак). Тайба Б. † Ултă тăрăх хăмана утса тухса пулмарĕ. || Плаха. Орау. Виçĕ тăрăх вутă исе килтĕм (три плахи). N. Нимене çич лав карăмăр. Тăрăхине пĕтерсе килтĕмĕр, çатрака юлчĕ. Собр. † Тăрăх-тăрăх вут сыппи, ялан ĕне ури айĕнче. Орау. Тăрăх, полено трехаршинное. Ib. Пĕр тăрăх вутă парса ярăр-ха мана кивçен. || Полоса. Толст. Унтан ункăран унка пĕр вершук çитейми тимĕр тăрăх илнĕ. || Местность. КС. ЧС. Пĕрре пирĕн тăрăхра выльăх мурĕ пулчĕ. Кан. Ункă тăрăхĕнче ун пек пуян урăх çук та. N. Хамăр тăр(ă)хсам çок. Нет людей из нашей местности. || Продольный. Ст. Чек. † Пруххăртейĕн хыçĕнче тăрăх хăма çураççĕ. Собр. Уйра тăрăх пăта тăсăлса выртат. (Йăран). N. Тарăх та выртрăм, Елекка, урлă та выртрăм, Елекка, юраймарăм, Елекка. (Старинное изречение). || Употребляется в качестве послелога. Орау. Манахсам тăрăх çӳрерĕм, вырăн çук. Паян кĕпĕрне хуçи патне кайса пăхмăр-ши? Вырăнсăр юлап вĕт. Халь Пашалу тута патне кайса килем-ха. Час килеп. N. Çак çын ĕнтĕ, юмăç каланине манас мар тесе, çул тăрăхах (по всей дороге): пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, тесе таварăнать, тет. Ал. цв. 7. Çав пусма тăрăх вăл патша çуртне кĕрет. N. Вĕсенчен хăшĕ министр патĕнче, унăн канцелярийĕсенче ĕçлеççĕ, хăшĕ пĕтĕм патшалăх тăрăх ĕçлеççĕ. Мошков. † Ула кушак, шур кушак ширшанта (шаршан та?) тăрăх (scr. торэх) кускалать; ача чнпер (çавă пур та), хĕрсен тăрăх кускалать. Регули 173. Вăл каланă тăрăх эп турăм. Ib. 1308. Порне тарăх волать. Япала тăрăх шотласа парăп. Ib. 1085. Вăл мана хĕнерĕ, эп çавăн тăрăх (çавăнпа) çилентĕм. Хăр. Паль. З2. Мăя тăрăх çăмăр шывĕ кайрĕ. Урмаево. Карчăкăн ывăлĕ сахат тăрăх мар, минут тăрăх çитĕнет, тет (рос). Туй. Хĕрĕ унта мар, хĕр туйĕ вăл вăхăтра çӳрет хурăнташсем тăрăх. Батыр. Ашшĕ тăрăх ывăлĕсем. По отцу и сыновья. (Послов.). Чăв. й. пур. 5°. Кĕнеке тăрăх хисеп турĕç (счет, вычисление). Сенг. Манран (надо мною) киле кайнă чух çул тăрăхах кулса пычĕç. Кан. Апат кĕренкке тăрăх пĕрле çитереççĕ. Ib. Ăна халăх яуррИсем тăрăх çырнă. N. Чăваш ялĕсем тăрăх çӳреме тухса кайнă. Регули 172. Вăл панă тăрăх эп те патăм. Ib. 1307. Çол тăрăх йăвăçсем тăраççĕ. Ял тăрăх çӳрет. О сохр. здор. Вăл ĕç телей тăрăх пулать. Это зависит от счастья. Вишн. 59. Апата нумай çиесси вăл вĕреннĕ тăрăх килет. N. Ĕçленĕ тăрăх (или: тунă ĕç тăрăх), сдельно. О сохр. здор. Вăл çул тăрăх, е уйăх тăрăх килет (здоровье). КС. Арăм тăрăх, из-за жены. Ib. Çав ятлаçу сан тăрăх туххăрĕ (из-за тебя). N. Эпĕ инспектор патне çырса ятăм жалованье яман тăрăхран. Чăв. й. пур. 21°. Çав Ивана, хăй пит вĕçкĕн тăрăх, çынсем хăне те мăшкăллакаланă. Шурăм-п. Юрлакан хăй савнă тăрăх — кирек хăш кĕввине те юрлама пултарать. Регули 1070. Олпут ачишĕн (ачи тăрăх) анчах конта порнатăп. Ib. 117. Эп онпа поплесе пол тытаç тăрăх. Ib. 54. Эп онпа поплесе тыр сотмалли тăрăх. N. Эсир каçет тăрăх илтнĕ пуль. О сохр. здор. Çавăнпа палакансем, камитсем курма, юрăсем, ташăсем, килти вак-тĕвек ĕçсем çынсене пит усăлă, мĕшĕн тесен кирек кам та, ĕçлекен çын, ун тăрăх канать. N. Çав тăрăх ăна вăл малтанах пĕлтернĕ паллă вырăнне хунă. N. 1903-мĕш çулта, Кирилловка хулинче выставка пулнă чух, эпĕ унта хам пĕлекен тĕрлĕ ремесла тăрăх тунă япаласене ятăм. N. Пирĕн йомахласси те пиçмо тăрăх анчах. ТХКА 98. Кĕлеткем пĕчиккĕ пулсан та, кĕлеткем тăрăх пăхтартăм. НИП. Пăрлă шыв пуç тăрăх яратчĕ. N. † Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Чураль-к. Урпа ани урлă, сĕлĕ ани тăрăх. (Хура пӳрт маччи). N. Урама тăрăх. ЙФН. Атти ани çула тăрăх. ЧП. Пирĕн ани çула тăрăх. N. † Ту-ту тăрăх тупăлха, турта тума юрĕ-ши? Шыва тăрăх хурама, пĕкĕ авма юрĕ-ши? Нюш-к. Вăрмана тăрăх чукун çулĕ иртсе каять. || Б. Яныши. Йăтти ачашланса тăрăх сикет, тет. Сред. Юм. Йытă паллакан çынна корсан тăрăх чĕвенет (встает на задние лапы, передними упирается на человека). N. Унтан тăрăхах йĕтĕн çине пир хураççĕ (в гроб). ТХКА 92. Хура йытă пулсан, мана хирĕç сиксе тухатьчĕ вăл йăпăлтатса, хӳрине вылятса, хам тăрăх сикетчĕ. Сред. Юм. Пĕр пĕчик йытăпа аптăранă эпĕ паян, пĕр май хам тăрăх сикет.

кӳште

(к'ӳшт'э), то же, что кӳте. Шурăм-п. № 1. Чăваш арăмин, чее ĕçнĕçем, ĕçнипе ăшĕ кӳштесе каять, тет. || Злобиться, быть в злобном настроении. Альш. Эпĕ ăна пĕр кун туя илсе каймарăм, вăл халĕ çавăншăн кӳштесе çӳрет. || Желать того, в чем после может раскаяться. КС. Арăмĕ ачисене ылханать: ма мур илмест-ши ку ачасене! тет. Упăшки калать: мĕн кӳштен, ачам! тет. || Завражн. Кӳштесе çӳрет. Ib. Эс кӳштетĕн-ха. Тебе нечего бога гневить! (ты недоволен своим счастьем). Чебокс. Ырра кӳштетĕн. Накликаешь беду. КС. Çавă та кӳштет-çке! (имеет все, а недоволен). || Ст. Чек. Кӳштесе çӳрет. (Человек) плачет, не может никак остановиться. Ib. Ан кӳште ĕнтĕ, çитĕ йĕме! || Притворяться, представляться. А. Турх. СПВВ. Мĕн кӳштетĕн? (из шалости представляешь, напр. хромого, нищего, пастуха и т. п.). . СПВВ. МС. Ку ача мĕн вырăнсăр макăрать, кӳштет-и-мĕн? теççĕ. СПВВ. ФИ. Ыратман çинчен ыраттарасси килнĕ пек: ыратать, тиекене: кӳштет [теççĕ]. Ильк. Кӳштет. Притворяется больным. (В оригинале: куштет). || Сятра. Мĕн кӳштесе (кӳштэзэ) ларатăн! Что несешь чепуху! Ib. Ан кӳштесе лар, çĕнĕ ойăк полсаç! Кăмак-к. Килĕнче кинĕпе улĕ, ашшĕне картмасăр, ашшĕ килтен тухса кайса, çапкаланса е ыйткаласа çӳрет-и, вара килĕнчисем ăна: кӳштетĕн! теççĕ (çын шутĕнчен тухса кайни).

тĕрлен

неизв. сл. Полтава 8З. Авалтанхи шухăшăм, тăвас тенĕ ĕмĕтĕм çухалчĕ пуль ахалех. Тĕрленни те вырăнсăр...

чакалаш

рыться, возиться; сиорить, тягаться. N. Çапах та вырăнсăр чакалашма чĕлхине чармасть.

чап

слава. Истор. Çапла унăн чапĕ пур çĕре те сарăлнă. Алешк. Çак Саплăк хĕрĕсен чапĕ чаплăша, эпир савса эпир илес çук. Ст. Чек. Чап каять, идет дурная слава. || Честь, доброе имя. С. Алг. Чаплă хĕрĕн чап каят, чап каят та час каят. С. Дув. Листа-листа шурă хут, çырса пĕтсен çырмана, чаплă-чаплă хĕрсене чапĕ кайсан урçана. Юрк. Ĕнтĕ ятăр кайтăр, чапăр кайтăр вунçичĕ çулхи сарă хĕрпелен. Кĕвĕсем. Чаплă чаплă хĕрсене, чапĕ пĕтсен, урçана. Сл. Кузьм. 74. Ялăн ырă чапне çухатаççĕ. || Молва, сплетня, слух. Алешк. Эпир сарă хĕрпе выляки сарăлминччĕ чапĕ ял çине. N. Атăлăм варинче улма йăвăç сарăлминччĕ çулçи шыв çине; эпир савнă туспа пурăнни, чапĕ сарăлминччĕ ял çине. N. Чап çӳрет, носится слух, молва. N. Чап тухнă, появилась молва, сплетни. N. Кăçал нимĕнсĕрех ун сăмахĕпе Иван çинчен чап ячĕç, халăх укçине вырăнсăр нумай пĕтернĕ тесе.

шуйхат

всполошить. Хăр. Палля З5. Ан тив, ахалех шуйхатăн... Ăна (шăпчăка) шуйхатни вырăнсăр ĕç. Альш. Иккĕн-виççĕн киле-киле пăшалпа персе шуйхатса яраççĕ (уток).

намăс

(намы̆с) стыд. Чăв. й. пур. Вăл намăсăн йĕркине маннă çав ĕнтĕ (он). N. Эсĕ килмесен, 5 тенкĕ укçана вара санран намăса пĕлмесĕрех ыйтатăп. (Из письма). Истор. Хăвăр намăсăра хăвăр яратăр. Ст. Чек. Намăс куçа йӳсĕтмес, тĕтĕм кăна йӳçĕтет. В. Олг. Хора çĕрлеччен çӳресен те, аттия намăс кӳрес çок (т. е. отцу не придется краснеть). N. Ӳлĕм хамăра намăс ан килтĕр. N. Сан çине шанатăп, нихăçан та намăса ан юлам. Якейк. Эс уш ытла та намăсран иртсе кайнă. N. Чыс ячĕшĕн ыттисенчен малтан тăран, сăхăланса намăсна ан яр. N. Эпĕ ĕмĕрте çынна çын намăсне хăварас çук нихçан та. || Постыдный, позорный. N. Намăс ĕçне хуйхăсем, пурте пулаç ĕç çукран. || Стыдно. Альш. Пăхса ытараймăн: куçран пăхма намăс хĕри-пăраçа. Юрк. Каллех çапла вырăнсăр тăрса юлсан, пĕлекен çыннисенчен те темĕн тĕрлĕ намăс.

аш-пиш

(аш-пиш), nugae, ineptiae, sermo ineptus. Sermo urbanus, festivus, facetus. «Не дельный, пустой, веселый разговор. Пулман, вырăнсăр сăмах каласа иртерни. Искусный, изысканный разговор. Красноречие». Абаш. Нимĕн те тумаççĕ, аш-пиш тукаласа лараççĕ. Ничего не делают, только сидят и балясничают (балясы разводят). Ib. Аш-пиш тусах вахăта иртертĕмĕр. Мы провели время в одних пустых разговорах.

пĕр

(пэ̆р), один. Сёт-к. Пĕр пукане хĕрĕх хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Пĕр кун каймалăх çĕр пулсан, çичĕ кунлăх çăкăр ил, тенĕ. (Послов.). Икково. Мана çак пĕр сорăха (эту одну овцу) пачĕç. КС. Пĕр çăварти çăккăра çиса пурăнтăмăр. (Так говорят о дружной жизни). Орау. Вăсам пĕр çăвартан çăккăр çиса пурăнаççĕ (живут дружно), тиççĕ. Альш. Пĕр вырăнта тăра пĕлмен çын, бойкий, непоседа. Регули 603. Пĕр сăхман поставран ĕçленине (тунине) патăм. IЬ. 916. Пĕр румккă (þумккă эреке) патăм она. Образцы. Пĕрчĕ-пĕрчĕ мерченне пĕр пус парса суйларăм: Изамб. Т. Акă тырă пулманни пĕр хĕн (одна беда), вăрман инçи тата хĕн (опять беда). В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илсе тухрăм. Я вынес одну лепешку. Альш. † Вуникĕ хĕр, пĕр купăс (скрипка), янăра-çке пĕр сасă (в один голос). Сред. Юм. Пĕр çăварлăх çăкăр, маленький кусок хлеба. IЬ. Пĕр ала (сито, решето) алларăм тессине: пĕр аллăм алларăм, теççĕ. || Один (а не несколько). Собр. Тырă вырса пĕтерсен, ват карчăксем пур çурлана пĕр çĕре тытса, пуç урлă утаççĕ. N. † Вăрмана кайрăм — каç турăм, вуникĕ çулçа пĕр турăм. Орау. Симун вăл Куçмипе пĕр амаранни (от одной матери) вăт. Ст. Шаймурз. † Çырайĕ-ши турă, çыраймĕ-ши, пĕр минтер çине пуçа хумашкăн. N. Ку кĕллисене пĕтерсессĕн, вара пур кĕллине те пĕр çĕре тăваççĕ, вăсене вара кăвакалпа тăваççĕ. N. Пĕр кутăм, пĕр пуçăм. Я одинок (мне тужить не о чем). Сред. Юм. Пĕр пуç, пĕр кот, ниçта кайсан та никам канçĕрлемес. Одинок, куда ни пойду, никто не помешает. N. Пĕр вуннăшне парăр. Дайте мне одну десятишницу (10 руб.). Другой смысл: дайте мне рублей десять, рублей с десять. N. Ултă утăмран пĕр, на каждых пяти саженях. || Один из двух. N. Пĕр çтенаран тепĕр çтенана çитичченех хăма хунă, хăми пуçĕсем кĕмелĕх ыра тунă. || Одна вещь. Календ. 1904. Вăл пĕр пур — хамăр ĕçлеме пĕлменни, пурăнма пĕлменни – тепĕре. Это одно, а... || Один раз, разок. Альш. † Пĕр çӳле пăх, çĕре пăх: савсан пирĕн çие пăх. N. Пĕр çапăп та, пĕр ӳкерĕп. Дам раз и сразу сшибу с ног! (Угроза). N. Ача ку карчăка каланă: мĕн ĕçлен мăн акка? тет. Ку карчăк калат: апла каламан пулсан, пĕр хыпăтăм, пĕр çăтăтăм (сразу схватила бы ртом и сразу бы проглотила), тет. N. Е салам-аликĕм, асанне, темен пулсан, пĕр çăтăтăм, пĕр хыпăтăм (говорит старуха). N. Эсĕ мана авантарах хулă пар-ха, эпĕ ăна пĕр хĕртем (постегаю). N. † Атьăр, тăвансем, эпир те аллăмăра хут тытар та, хут вулар, çанталăк çуттине пĕр (разок, хоть немножко) курар. Пазух. † Шĕшкĕ вутти хутар-и, пĕр (еще разок) ăшăнса ларар-и? (Вставка; приглашает погреться: с удовольствием погреемся). Рак. † Хĕрлĕ чие ларат хĕрелсе, каçса пĕр татăттăм (разок), каçми çук. || Некий (иногда соответствует неопред. члену). Рак. Çав пӳртре пĕр чипер. (Турăш). В этой избе нечто красивое. (Икона). Собр. Пĕр япала (некая вещь) пĕтĕм япалана тиркемест, пĕр шĕвĕ япалана тиркет. (Кăвар). Урмой. Ивансем киле тавăраннă чух, пĕр хăйă çути курăнат, тет (увидали свет в избе). Изамб. Т. Пĕр вырсарникун, однажды, в воскресный день. Орау. Пур пирн пĕр ял йытти, çавна çиса ларап-ха, ĕнертенпе те киле килмер ĕнт (говорит жена о муже). IЬ. Пĕр мурĕ (один чорт, напр. жена ругает мужа) паян киле те килсе пернмерĕ ĕнт. || Выражает противоположность. Якейк. Пĕри пĕр япалая (один любит одно), тепри тепĕр япалая йоратать. || Раз (союз). Орау. Пĕр çынтан тепĕр çынна ленксен, час тупаймастăн вăл япалана, пĕр парса ярсан. N. Вилнĕ çыннăн, хăй пĕр лăпланнăскерĕн (раз он умер), асăмлăхĕ те лăплантăр. N. Пĕр килнĕ чухне курса тухас. Раз пришел, так уж кстати надо зайти и повидаться. Юрк. Санăн ĕçме кирлĕ марччĕ, пăрахас пулатчĕ. Ачу-пăчусем нумай, арăму пур, пĕр шухăшласан (если серьезно обдумать), манăн ăсăмпа пулсан, эсĕ кăлăхах эçетĕн. N. Пĕр вĕреннĕ япала хăй енеллех туртать. К чему (раз) привык, к тому и тянет. Кильд. Эпир час килес çук пĕр кайсассăн. Раз пойдешь, так придешь нескоро. Значенне чув. «пĕр» с русск. «раз» одинаковое. Мусир. † Çинçе çырма, юхăм шыв, сиксе каçса пулмарĕ, пĕр турă-ях çырнинчен иртсе кайса пулмарĕ. (Здесь возможно двоякое толкование: или «пĕр» песенная вставка, или же оно употреблено в смысле «раз»). Орау. Лашана пĕр куçран çухатсан (если уж потеряешь), тупаймастăн вара унта. АПП. † Çӳренĕ пĕр чухне (пока гуляешь) юрласа çӳре. || Случайно. Шурăм-п. Пĕр ăçтан та пулин укçа тупсассăн, ана ĕçсе пĕтермесĕр лăпланмаççĕ. | Целый. Орау. Ман кумпек (= кун пек) юрăсем пĕр тетрать. У меня этаких песен целая тетрадь. IЬ. Сĕт нуммай, пĕр чӳлмек. Пĕр чӳлмек сĕт исе килчĕ. Икĕ чӳлмек сĕт (целых две крынки молока) исе килчĕ. Сёт-к. † Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. (Çăварни юрри). СТИК. Пĕр арпус пуçтарса хутăм-ха. Съел один арбуз (в др. гов. — «съел целый арбуз»). N. Пĕр ĕмĕр порнчĕ. Пробыл где-нибудь очень долго, хотя обещал скоро вернуться. N. Çак пĕр уйăх хушшинче ерçӳсĕр пулса нимпе те писме (= çыру) çыраймарăм. Çутт. 81. Ниçта пусма вырăн çукчĕ. Ура пĕр шит (на целую четверть) путатчĕ. || Единый. Т. V. 29. || Единодушный, согласный. Ст. Ганьк. † Ик килĕнтеш пĕр пусан, кил илемне çав кӳрет. (Пĕр пусан = килĕшӳлĕ, вăрçмасăр пурăнсан). || Один только, единственный (каких больше нет), самый первейший. Юрк. Хăйсем ялĕнче пĕр пуян пулса пурăннă (единственный, первейший богач). N. Тата калаççĕ: пĕр ĕнее те каснана илеççĕ, тесе. N. Тата хăшĕ-хăшĕ чăпăркка-туясем илчĕç те, суха-пуçне тавăрса пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. N. Тата пĕр ывăлсана хуса карĕç. Орау. Пĕр ывăл ачаш пулать вăл. Собр. † Плуштух кленчи халь аллăмра, савнă пĕр тăванăм умăмра. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕ пĕр тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕнпеле пĕрле пурăннине ĕмĕр манмăп тенĕ çĕрсем пур. Алших. Пĕр пуçран икĕ пуçлă тăвас, терĕ, икĕ куçран тăватă куç тăвас, терĕ (вздумал жениться). N. † Ялта пĕр (первейшая) хĕр пулăттăм, ăратнерен тухмăттăм (все время была бы в кругу своих родных). Сред. Юм. Уçса пăхать, тет, виççĕ-мĕш пӳлĕмне — ларать, тет, тĕнчере пĕр илемлĕ хĕр сăнчăрта. Ск. и пред. 13. Унăн ашшĕ Уланки ял пуçĕ те, пĕр пуян, паттăрăн пек кĕлетки çӳренĕ, тет, пĕр капан (как целый стог). N. † Сар кăшăллă витре — пĕр витре (первейшее ведро): кĕтейĕ-ши пире пĕр хитре? N. Алăксене тапрăм — уçăлчĕ, шыв çинчи пĕр (количество) чечек (единственный, или же песенная вставка) çутăлчĕ. Кан. Пĕчĕкçĕ пĕр кантăксене пăрахса, алăк пек пысăк кантăксем касаççĕ. Перестали делать в избах по одному оконцу, начали вырубать большие окна, величиною с дверь. Шарбаш. Ай, пичи Михали, пĕр арăмпе мухтанать! (хвалится одной женой, кроме которой у него ничего нет; по другому толкованию — постоянно хвалится). N. Пĕр ывăла (единственного сына) та илмелле (в солдаты). Рак. И эпирччĕ, эпирччĕ, эпир вуниккĕн пĕр хĕрччĕ; пĕр хăма çине пухăнтăмăр, çутăличчен салантăмăр. (Çăлтăр. Одни объясняют: «нас было двенадцать, и все мы были девицы»; другие понимают в смысле: «нас было двенадцать, и все мы составляли созвездие». Послед. толкование сомн.). Ала 95°. Пĕр кăшкар-ути çисен те (хотя питался лишь одним щавелем)... || Единственно (только). Сред. Юм. Ыттисем — ывăлсĕм, хĕр пĕр эп çиç. Остальные все братья, и одна лишь я — сестра. Ала 95°. Хирте вара вăл пĕр пăрçа çикелесе вăхăтне иртеркелесе анчах çӳренĕ. Альш. Кĕвĕсене каланă чух, сăмахĕсене кашни çĕрех пĕр пĕлнисене калаççĕ: хăшĕ аса килет, хăшне вăхăтне кура калама меллĕ, çавна. || В этом смысле иногда соединяется с наречием анчах. Истор. Вырăссем тутарсенчен пĕр парнесем парса анчах хăтăлайман, тата вĕсене çуллен куланай тӳлесе тăмалла пулнă. ППТ. Атьăр часрах! Вĕçсе кайăттăм та пĕр анчах (так!), çунат çук! || Один и тот же. Собр. Çулла та пĕр, хĕлле те пĕр. (Чăрăш). Артюшк. Эпир унпа пĕр ваконта карăмăр (килтĕмĕр). Баран. 192. Шухăшсем пурийĕн те пĕре килнĕ. || То (—то). N. Хăй хăранипе пĕр малалла, пĕр каялла пăхкаласа пырат, тет. Микушк. Пĕр пуççапат, пĕр тăрат. (Тараса). N. Вĕсем çак тĕлĕнмелле ĕçрен пĕр хăраса, пĕр савăнса çав çĕре иккĕшĕ пĕрле ирттернĕ: N. † Шурă хĕлĕхрен вĕрен яваççĕ: ĕнтĕ пĕр яваççĕ, пĕр сӳтеççĕ. Сборн. по мед. Вăл чир ерри-еррипе арасланать: пĕр йывăрланса, пĕр çăмăлланса темиçе çула пырать. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор: пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. || Приблизительно. N. Пĕр вунулт-вунçич çулхи хĕрачесем, арçын ачасем... Юрк. Мĕн пурĕ пĕр аллă кĕнеке ытла. N. Ăна уншăн пĕр çирĕм пилĕк çăмарта параççĕ. Ст. Айб. Тата пĕр çĕр тенкĕ пар-ха тырă илме. N. Хăйсене пĕр вунăшар е çирĕмшер пус парсан, тин чармаççĕ. N. Вĕсем каллех çапла пĕрер вунăшар е çирĕмшер пус илсен, часах салтса параççĕ (веревку). О сохр. здор. Пĕр виç кун хушши, в течение трех дней. || Настоящий. N. Çуртра пĕр арçын анчах, вăл та пулин хулара тарçăра пурăнать. Çиме çитменни пĕр инкек. || Одинаковый; одинаково. N. Çынпа çын пĕр мар. Ст. Шаймурз. Манăн пӳрт пур, унăн кĕтессисем пĕр мар. (Вăл пулĕ алă пурнисем). Ст. Айб. Ĕмĕр пĕр килмест, теççĕ. Жизнь течет не гладко. (Послов.). Образцы. Ай-хай уйăх та пĕр, хĕвел те пĕр, вĕсен çутти мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Тăван эсĕ те пĕр, эпĕ те пĕр (мы с тобой одинаковы), пирĕн телей мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Улăм ури улт ура, улттăшĕ те пĕр ура (одинаковые). IЬ. Икĕшин сасси пĕр килет. Оба (журавль и журавлиха) кричат враз. Кама 52. Пуринчен те пĕр илме май килмест, мĕншĕн тесен пурин те пурлăхĕ пĕр пек мар. N. Саншăн пур çын та пĕрех. Для тебя все люди одинаковы. N. Кам чунĕ сан чунпа пĕр килет. || Каждый. N. Илтекенĕ пĕр ырăлатчĕ мана, кураканĕ пĕр мухтатчĕ. Юрк. Ăна курнă пĕр çын: ун пек ачасем пурăнмаççĕ, теççĕ. Ст. Чек. Кама хисеп (счёт) çитнине пĕр çапаççĕ. СВТ. Пĕчĕк ачасем, хулĕсене касман пулсан, шатра чирĕпе чирлесессĕн, чирлени пĕр (каждый, кто) вилеççĕ. IЬ. Хулне кассассăн кайран ачанăн кĕпине кунне пĕр (ежедневно) улăштарма кирлĕ. Альш. † Калаçнă пĕр сăмахсем вырăнлă пулсан, шет (может быть) калаçса пулмĕ-ши сăмах-сене? Бур. Ай-хай, тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕн пĕр сăмахăрсем (каждое ваше слово) пин ылттăн. Истор. Мĕн куçа курăнакан çынна пĕр чиксе пăрахнă. Туй. Хĕрĕ (невеста) те кама хирĕç пулать, кураканне пĕр асăнса йĕрет. Кого ни увидит, того и называет по имени и плачет. || Всё. N. Лаша пĕртте çăтмас, янине пĕр (все влитое) юхтарса кăларать (лекарство). || В одинаковом количестве. Эпир. çур. çĕршыв 23. Арçынпа хĕрарăм пирĕн вулăсра пĕр йышлах (в равном количестве). || Постоянно. N. Çап-çутă хĕвел пăхать: ăшă парса савăнса, йăл-йăл кулса пĕр тăрать. Ст. Шаймурз. † Çак тăвансемпе пĕр тăрсан, сисмĕп эп ĕмĕр иртнине. || Никакой. N. Санăн патшалăхунта пĕр сылăм та, пĕр çăмăр та çумĕ. Ашшĕ-амăшĕ. Кил-çурта пăхса тăма пĕр вăй та çук ĕнтĕ (совсем нет сил). Никит. Выльăхсем валли пĕр апат та (никакого корма) юлмарĕ (в засуху). || В отрицат. оборотах: ничего не ..., вовсе не ..., совершенно не... N. Урапа çинчен тепле аннă, хам пĕр (ничего) пĕлместĕп, тет. N. Асран пĕр кайми хĕрсем. N. Пĕр йор та çок. N. Авă саранча, шăрчăк, хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. СТИК. Пĕр сасă-чĕвĕсĕрех епле каян унта. Как пойдешь без зову (на свадьбу). N. † Пĕр çук çĕртен (без всякого основания) çын çисен, çав çунтарать чĕрене. N. † Пичен йăмăк полаччен, хăрăк тонката полас мĕн, пĕр чĕнмесĕр (молча, без звука) ларас мĕн. (Хĕр йĕрри). Пахча çим. 3. Унта пĕр çил çуккипе хĕвелпе пахча çимĕçĕ пĕтсе ларать (погибают). Юрк. Леш, çывăрса лараканскер, ку мĕн каланине илтмесĕр, пĕр чĕнмесĕр çывăрса ларат. Толст. Çапла йытă пĕр нимĕнсĕрех тăрса юлчĕ (осталась ни с чем), тет. ХЛБ. Анчах ĕçе пит тĕплĕ, пĕр васкамасăр (нисколько не торопясь) тăвас пулать. Дик. леб. 34. Унăн сăнĕ, ĕлĕк илемлĕскер, халĕ хуп-хура, пĕр илемсĕр. Кильд. † Пĕр (ни разу) анмăтăм эпĕ шыв хĕрне, юрататăп шывăн сассине. Баран. 122. Пĕр кирлĕ мар чух, когда нет никакой надобности. || Какой-то. Ск. и пред. 46. Çурса пĕтернĕ кĕпи вырăнне пĕр хураскерне тăхăнса та янă. Якейк., Хора-к. † Пирн Йăванĕ туракĕ ял ятне те каламаþ, хĕр ятне те каламар, вырăс ялĕ поль тесе, маþа хĕрĕ поль тесе, пĕр хораскер-лотраскер, çак ял хăтне ярнăскер, пирн ял хăтне кӳрес çок. Орау. Пĕр тутаþ (т. е. тутарĕ) тем хăтланать унта, пăх-ха. IЬ. Пĕр мурĕ кунта епретсе хăварнă (испражнился жидким). || Какой-нибудь. Орау. Пĕр усалĕ çаклатса туртин (турδиын')!.. А вдруг, если какой-нибудь негодяй зацепит и отдернет задвижку!.. N. Килте пĕр япалине пăхсан та савăнмалли çук. || Во-первых. Ашшĕ-амăшĕ. Пĕр, вăл ĕнер, вырăнсăр сăмахсем калаçнăшăн, ӳкĕннĕ, ытларах тата Лисахвине вăл (он) хĕрĕнкĕ чухне чĕрене çемçетмелле сăмахсем каламаншĕн çиленнĕ. || С одной стороны. Изамб. Т. Çитменни пĕр хуплат, тата кин: ĕçлеместĕн, тесе, пĕр вăрçат. || Иногда употребл. в смысле «замечательно». Орау. || Иногда является как бы вставкой и не переводится. П. Пинерь. † Вăрман хĕрри каюлă, пĕр ярса утсем транас çук. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм. Н. Карм. † Кăçалхи пĕр ута, ай, çуласси; çулассинчен питĕрех пухасси. Çак тăвансене пĕр курасси; курассинчен питĕрех уйрăласси. Шибач. † Лаши пĕр йортать, поçне пĕр утать, вăрăм пĕр çолне çитесшĕн. N. † Ах, аннеçĕм, анне, пĕр çуратрăн, ӳстертĕн, пама вырăн тупмарăн. Турх. Ăшра мĕн пуррине каласассăн, пĕр хурланнă чунăм пĕр ĕсĕклĕ (будет всхлипывать). АПП. Ямшăксенĕн пуши — вăрăм пушă, пĕр çавăрса çапасси час пулмасть. Баран. 54. Çитнĕ ялта пĕр Тарас çавăн пек пумилкке туса хăварнă. IЬ. 130. Хăш та хăш чул ытла та нумай пулать; пĕр хăйсенченех тусем, сăртсем пулса тăраççĕ. Абыз. † Килях та пĕр, ывлăм, темерĕ (дуб). N. † Вуник пĕр юман пĕр кутра, турачсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă. Сунчел. † Кашăк аврисене сăрлама вуниккĕ пĕр мăскал сăр кирлĕ. N. Кĕмĕлтен çĕрĕ хывтартăм, вуникĕ пĕр кĕмĕл укçаран. Образцы 59. Курки аврисене сăр сарлама вуникĕ пĕр тĕслĕ сăр кирлĕ (12 разных красок). N. † Хурăн пĕр айĕнче ик сулă: пĕри ылттăн, пĕри кĕмĕл. Альш. Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек, хуçăлтăмăр çĕмĕрт пĕр туя пек. IЬ. Аврăлă куркан аври ылттăн, çавра пĕр куркан тĕпĕ ылттăн. (Здесь можно понять и в см. «единственный»). N. Вуникĕ чĕкеç пĕр кашта (заняли весь шест), юрласа пĕр юрри пĕтмерĕ. Пазух. Сĕтелĕрсем çинчи сĕтел çитти, утмăл та пĕр çитмĕл те, ай, çӳçи пур. Шел. 7. Ылттăнăм та çук ман, кĕмĕлĕм çук, пĕр Мускавран килнĕ те мулăм çук. (Можно понять и в смысле: «ни одного»). Юрк. † Эпир çак тăвансемпе пĕрле пусан, калаçса пĕр сăмахăмсем пĕтме-çке. Альш. † Сатраях та çырла пиçет-çке, тĕрлĕрен пĕр курăкпа варшăнса. Собр. † Ларсам, ларсам, тиеççĕ. Хăш-пĕр енчен ларам-ши? (Здесь можно понимать и как «хăш-хăш», который). || Альш. Пĕр шӳтле вăл (одна комедия), хĕри-пăраç ĕçки. || Выражает любовное отношение. С. Тим. † Икĕ пӳртçĕм, пĕр пӳртçĕм, йĕри-тавра тĕкмеçĕм. Тайба-Т. † Ĕнтĕ хирте тăман çăвать-ĕçке, ял хушшисем те пĕр епле-ши? Янтик. Çаранăн та пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен: Ачач 110. Килте пĕр аннене каласа парап ĕнтĕ, тесе малтанах шутласа хурать. || Вплоть до. N. † Мамăк минтер, тĕк тӳшек: пĕччен ан вырт, иккĕн вырт. Пĕрех пĕччен (в одиночку) выртсассăн, пĕр вилеччен ӳкĕнĕн.

кур

кор (кур, кор), видеть, увидеть; видать, увидать; заметить. Кр. Чет. † Корак килет: корас, тет; корса, пăхса илес, тет. N. Эсреле час-часах куракан та пулнă. N. Таврăннă чух юрласа, парнисене çынна курмалла илсе таврăнаççĕ (чтобы все видели). ЧС. Киле кайма тесе, тула тухнă та, кĕлет тăрри çуннине курах кайнă (вдруг увидел, что горит крыша амбара). N. Корман-илтмен çын (совершенно незнакомый человек). ЧП. Хăрпăх витĕр пăхрăм та, ылттăн чĕкеç курах карăм. Альш. † Илсем, йысна, çĕлĕкне, кукша пуçна курарах! Юрк. Выля, выля, авантарах выля! чăваш арăмĕ епле ташланине курар-халĕ. Ib. Курăпăр, унта мĕн пулĕ! Увидим (посмотрим), что там будет. Ib. Эпĕ пулатăп, куратăн! Да, это я (был)! Ib. Куратна? тесе ыйтат. — Çук, курмастăп, тет. Ал. цв. 22. Сана эпĕ хамăн тĕссĕр, курас килми (отвратительное) ӳт-пĕвĕме кăтартаймастăп. Сĕт-к. Çав Элекçи коймăрланнине пре те корас килмеçт вара. Якейк. Эп кортăм эсĕр калаçнине. Регули 145. Эп кайнине вăлсам мана кораççĕ. Ib. 753. Эп кортăм, вăл онта кĕчĕ. Ib. 817. Эп кортăм кам килнине. Ib. 144. Вăл мана корчĕ килнине. Ib. 138. Эп килнине корчĕ. Ib. Ытти çынсем ун хыçĕнчен кĕнĕ чухне вĕсем чулсем хушшинче пăхăр арча курах кайнă. Ачач. 47. Шкул хапхинчен тухнă-тухманах, хайхи качака сухалне (козлобородого) курах ячĕ. N. Паян халиччен курман-илтмен çынпа паллашрăм. Тоскаево. Курмасăр курнă кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Альш. Çав аслă çулпа Куславкка çулĕ çинче мĕн курсан кураттăмăрччĕ эпир тĕнче (наш кругозор этим и ограничивался). Лашм. † Пире илес тиекен сар ачисем Хусан купси хĕрсене илни çук; майра пулса килсе курни çук. ТММ. Курнă суккăра илеччен, курман суккăра ил. (Послов.). Ск. и пред. Куртăм вара курмаллах мĕншĕн çав юр çунине. Ib. 44. Епле пĕлтĕр макаçи тыррине вăрларĕ те, курман пулчĕ хăй (отказался от того, что видел). Собр. Курман çĕртен курнă çын кăнтăрла çурта çутат, теççĕ. (Послов.). Т. Григорьева. Курман кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ. Сред. Юм. Корман çĕртен корсан, кăнтăрла çорта çутнă, тет. (Говорят про человека, бывшего бедным, но потом обогатившегося). Ib. Мана корни-пĕри вăрçаççĕ. Кто ни увидит меня, все ругают. Собр. Курнинчен курманни нумай, теççĕ. (Послов.). Байгул. † Мĕн пăхатăр пирĕн куçран, çӳлте çăлтăр курман-и? (Оригинальное сравнение). Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Ib. Ай, çав платньăксам лайăх ĕçлеççĕ-çке, çын корнă-корман паччалăк туса лартрĕç! || Смотреть, глядеть; наблюдать; брать пример. Ала 3. Хĕр, курса çӳресен-çӳресен (после того, как везде походила и на все поглядела), унăн каясси килнĕ, тет, тинĕс патне. Шурăм-п., № 14. Яш-кĕрĕм тем чухлиех. Икĕ ача уткăнаççĕ анчах. Ыттисем курса тăраççĕ (наблюдают). N. † Çинçе пилĕк хура куç кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? С.-Устье. Çав вăхăтра хуçа патне улпут тарçисем курма пынă, тет. (Употребляется вместо «туй курма», «хĕрсем ларнине курма» и т. п.). Юрк. Арăмăн упăшки килне тавăрăнсан, хунямăшĕ те хĕрĕ патне кĕрӳшне курма пынă. Кама 29. Ну, киле кайса, çырткалам-ха, çиессĕн килчĕ. Каçхине курăпăр-ха (посмотрим). N. Вĕсем те (молодежь), ваттисене кура (взяв пример), урăхла юрăсем кăшкăрса юрла пуçларĕç. Учите детей. Ашшĕсенчен кура ачисем те пĕчĕккĕллех чĕлĕм туртма вĕренеççĕ. Халапсем. Çавăнтан вара, вĕсенчен курсах, ыттисем те хăйсем валли çапла сăра тăва пуçларĕç, тет. N. Тухнине кура унта та пырса тăнă. N. Мускав хулине чипертерех курасшăн пайтах урамсене çите куртăм. N. Çавăнпа вĕсенĕн ачисем те, ашшĕ-ăмăшне курса, çамрăклах ырра, лайăха вĕренсе ӳснĕ. || Встречать. N. Кушкăсем Ивана куртăм. N. Кушкăри аппана Хусанта куртăм. Орау. Вăрмана каймассеренех кураппăр эпĕр ăна (встречаем). N. † Пирĕн тăвансем хушши ытла инçе, куракан çынтан, салам ярăрсам; салам ярса салам çитмесен, хăвăр, асăнса, килсе курăрсам. М. Васильев. Ачасĕм ялта коракана-пĕрне (кого ни встретят) шывпа сапса çӳреç. О земл. Халиччен çĕр ĕçĕ çинчен чăвашла çырнă кĕнеке эпир курнă-тăву çукчĕ. Бес. чув. Тата темиçе хут та Керимуллапа курса калаçмалла пулнă. || Видеться; повидаться. N. Йăпăрт анчах корасчĕ сере (= сире)! Б. Олг. Ну, тет, кортăмăр, тет; атя хопаха тет, пĕр коссушкă эреке ĕçĕпĕр, тет. Слеп. † Эпĕр ĕçме килиса, эпĕр корма килиман. Йӳç. такăнт. 19. Сыв пулăр, тепре кураччен! До свидания! N. Тавăрнсан, пĕр-пĕринпе курса, пĕр виçĕ курка сăра ĕçесчĕ. (Письмо). Юрк. Санпа курса калаçнăранпа (со времени нашей встречи) тăват-пилĕк хăваттире куçрăм. N. Тав ĕлĕххисене! — Апла пулсан, юрĕччĕ те, куримастпăр çав (редко приходится видеться). Альш. Сывă пулăр-ха, куриччен! До свиданья! || Претерпевать, испытывать, переносить, выносить. ГТТ. Курмалли пулнă. Такова (его) судьба. Ib. Курасси пулнă. В. С. Разум. Унта ташлама тапратрĕç. Манăн çав ташланă вăхăтра ыйхă киле пуçларĕ. Манăн çав ташă вăхăтĕнче мĕн пур курни те ыйхăпа вăрçни анчах пулчĕ. Тогач. † Ай акисам, акисам! Килетĕр те тăратăр, кăркка чĕпписем мĕн кураç пулĕ! (т. е. вы ушли из дома, не покормив их). N. Темĕн те курса ларăр ак! Вот с вами случится что-нибудь скверное! (Угроза). ЧС. Пĕлтĕр те лаша вилчĕ, кăçал та апла пулсан, мĕн курăпăр вара! КС. Турă куртăр сана! (Пусть накажет, воздаст). Шел. 29 Ылттăн çурта кĕрсен те, кĕмесен те, вилмелле, мĕн курнă пуç куртăрах, унта мĕн пур пĕлмелле. N. † Йывăр хуйхă курнă çукчĕ, çурчĕ çамрăк чĕрене! Кĕвĕсем. Мĕн тăвас лутра кăвакал? Мĕн курас лутра кăвакал? Юрк. Чĕрĕм чунăм чăтманнипе кура-кура çӳрерĕм (скитался на стороне?). Ib. Тĕлĕнмелле! Усал курассисем, калăн, юри çак вăхăта кĕтсе тăнă, тесе! Ib. Курассине хирĕç. Как на грех. Ib. Хыçĕнче тăракан пĕр çынни, ку çапла хăраса тĕсрен ӳкнине курсан, унăн аркинчен туртса: унпа ан кĕреш, çĕнеймесĕр, унăн айне пулсан, хăнтан ху çынна култарăн, темĕН курса тăрăн, хур пулăн. Ан кĕреш! тет. Ib. † Ĕмĕрĕ иртсе пырат, мĕн курассине пĕлмес. Ст. Шаймурз. † Курайман тăшман кураймĕ, хăй мĕн курасса пĕлеймĕ. О сохр. здор. Лекĕрсем сивĕрен пăсăласран сыхланма хушаççĕ пулсан та, пĕртте сивĕ курмасăр пурăнма хушмаççĕ. Алших. † Хур курассăр килсессĕн, Атăл хĕррине анса кур. Букв. 1886. Ак ĕнтĕ, шан ача пăчана, вырăнсăр нуша курса çӳре! Иревли. Çуралнă чух çырнине (что суждено судьбою) курмасăр ирттерсе яраймалла мар; курма хушманнине кураймастăн. Собр. † Эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и? (Хĕр йĕрри). Сред. Юм. ЬIтлин-çитлин порнăç корса полмарĕ. Не пришлось жить в довольстве. Ала 88°. Вăл ачасем мĕн курман, хурлăхне те, савăнăçне те курнă вăсем. Образцы. Халиччен ырă çын умне тăманччĕ, чĕлхем çыхланнине курманччĕ. N. Конта темĕн те корăн! N. Курассу пулсан (если суждено судьбою), çитен иккен пур тĕле те (всюду. перебываешь). Никит. Макçăм: çаран укçи тӳлемесен, сутмалла пулат пуль-çке, мĕн курмалла, тесе, юмахласа улăхать. Истор. Алă-ура суран курни хисепĕ те çук. Кан. 1929, № 138. Ман пек, ни лаши, ни карт-хури çук çын çăкăр çисе курас çук (хорошего житья не увидит). || Юрк. Курас килмен япалана, ăна епле ирĕксĕр ĕçес тетĕн. || Считать за... СПБВ. Хăй чунĕ пек курать (юратать). N. Çамрăккисене тăвану пек кур. Ал. цв. 1. Хуçа хăйĕн хĕрĕсене чун пек курса пурăннă (души не чаял). N. Çиллисемпе мана тăшманăн кураççĕ. Букв. 1886. Эсĕ унта килте чупса çӳренĕ чухнехи пек куртăн-и мĕн? Ăçта сурăхусем? теççĕ. || С отрицанием в гл. возмож. — ненавидеть. Ск. и пред. 15. Эсир мана ӳстертĕр, ача чухне юратрăр; анчах ӳссе çитрĕм те, хĕрĕр чунне курмарăр. Чăв. й. пур. 23°. Вăл Натти пит усал кăмăллă пулнă, çынна пĕртте кураймасăр тăнă. Эпир пурнаппăр юлташпа. Икĕ кинтеш пĕр-пĕрне кураймасăр пурнаççĕ, чысти çавăн пекех пурнаппăр. || Знать. N. Çапах та ытти çынсем уна (это) курса пĕлсе тăраççĕ пулсан та, юмăçа кайма пăрахмаççĕ. || Относиться. Альш. Вăл пурне те хăйне курнă пек курать. Он на всех смотрит, как на себя, относится ко всем одинаково. || Принимать (за кого). N. Ĕмĕтленетĕр — илейместĕр; вĕлеретĕр, ăмсанатăр — çапах ĕмĕтĕре тăрантараймастăр; вăрçатăр, тăшманăн куратăр — çапах çук, мĕншĕн тесен ыйтмастăр эсир. || Дождаться (худого). К.-Кушки. Çаратсан çаратсан, мĕн-те-пулса курĕ-ха (пулĕ-ха). Грабит, грабит, да до чего-нибудь и дограбится. || Иметь. Истор. Санăн арăму Ирина халиччен ача-пăча курман, ахăр ӳлĕм те кураймĕ. Собр. Ай, пиччеçĕм, Николай, пичче! Эсĕ курнă ача-пчана эпĕ те кура парам-и, эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и. Орау. Виçĕ пуса курман-им эпĕр, виçĕ пусшăнах çука юлмăпăр-ха! (т. е. копейка — не велик расход.) || Подражать. N. Эсĕ кукленсе кĕнĕ арăмран курса вĕрен. || Иметь целью. Бур. † Ай-хай, çинçе пӳçĕм, çамрăк пуçăм, кам телейне курса ӳсет-ши? || Кан. Çав тери пуян çын хĕрĕ мĕн курнă-ши ĕнтĕ (что нашла завидного) ман ывăлра? || В качестве вспомогательного глагола. Сунт. 1929, № 9. Çăва тухнăранпа армансем çунаттисете лайăххăн, вăйлăн çавăрса та курайман. N. Конта çантăлăк пит вĕри: кон-каçа кĕпесем типсе кормаççĕ. N. Пĕр вĕренсе тухсан, кĕнеке вуласа курмаççĕ. N. Ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын. N. Пĕр санпа анчах калаçса курман. N. Хусантан тухнăранпа ăшă пӳрте кĕрсе курман. N. Тăласем типсе курман (= все время мокры). Конст. Чăв. Тата килсе кĕр (приезжай повидаться), тепĕр килнĕ чух (в другой раз) аннӳне те илсе кил вара. N. Кайса кур чăвашсене. Поезжай, повидай (или: навести) чуваш. N. Сыв пул! Татах килсе кур. Кан. Ялта мар пирки кашни кунах кайса кураймастпăр. Юрк. Ку аттамсемпе эпĕ темĕн каласан та Хусана çитсе курас çук. СТИК. Эпĕ халиччен çӳресе курман çын мар вĕт. Чай, я не в первый раз (езжу).

елехей

(jэл'эh'эj), с расстегнутым воротом. К.-Кушки. Елехей çӳрет (кĕпи тӳмисене тӳмелемесĕр çӳрет). СПВВ. Елехей (распахнувшись, не застегнувши платья на пуговицы). Встреч. и в друг. источн. Смеющийся без толку. СПВВ. ПВ. Елехей ― вырăнсăр кулса çӳрекен.

юмла

йомла, ворожить, гадать. Хора-к. Юмласа пăхрăм, юмана çапрăм. Ст. Ганьк. Атăл урлă, тинĕс урлă шур сухаллă старик килнĕ, çав вĕрет, çав сурать, çав имлет, çав ю(м)лать (описка). Сир. 63. Юм-юмлани, паллă тăрăххăн сăнани, тĕлĕк тăрăххăн чухлани пурте вырăнсăр, пурте суя вĕсем.

вырăнсăр

(-зы̆р), попусту, без дела, понапрасну. Псалт. 118,78. Мăнкамăллисем намăса юлччăрах: вĕсем ман тĕлĕшĕмрен пĕр вырăнсăрах йĕркесĕрленчĕç. Хыпар № 40, 1906. Вырăнсăр никама та тимелле мар тенĕ закон (неприкосновенность личности).

вырăнсăр çинчен

понапрасну, ложно. N. Пĕр çын сутра вырăнсăр çинчен причака кĕнĕ (принял присягу).

вут

вот (вут, вот), огонь. Альш. Вутпа ан выля: шăракан пулат, тет, теççĕ. Ib. Вут хыпнă пек васкаса (как будто на пожар). Ib. Вут çине сурсан, тути çине кĕсен тухат, тет, теççĕ. Ала 90. Çакă икĕ тăлăха вара вута прахса ĕнтнĕ пек хĕрте пуçланă (жарили как в огне, т. е. жестоко били). Орау. Яшки пĕçерет, вут çинче пиçнĕ пулмалла! (Шутка). Ст. Шаймурз. Вут çине сурсан, тути-çăварне кĕсен тухат, тет. Шел. 23. Хуласене, ялсене вутпа персе пĕтерçĕç. Орау. Авăн ăшне вут чĕртĕпĕр. Разведем в овине огонь. (Из мол. «чӳклеме пăтти»). Сиктер. Вара хуçи, карташ варрине пĕчикçеççĕ вут вырăнĕ туса, вут чĕртет. N. † Пирĕн инке чун пекех, çумне выртсан, вут пекех. Сĕт-к. † Çил-ту çинче çил-армань, çилсĕр-мĕнсĕр авăрать; пирн ăшчикре вот çонать, çолăм тохни корăнмаст. N. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать, чӳрече витер витерет; манăн ăшра вут çунать, çулăм тухмас, çын курмас. Янтик. † Манăн ăшра вутсем çунаççĕ, çулăм тухни курăнмасть. Хыпар № 18, 1907. Хветĕр тете калашне, хăвăршăн вут, çыншăн мар. Алик. † Ай акисам, акисам! пире хавас ан тăвăр, пирĕн пуç çинчи вут çунать. (Солд. п. ). Янорс. Пушарĕ, халăх пӳртĕнтчен тухнăскер, килкарти алăкне ватман пулсан, хуçисем пурнакан пӳртне вут илетчĕ (охватил бы огонь). Образцы 68. Саманасем йывăр, хуйхăм каймаст, вут пекех чĕлхе сăмах калаймасть. Ала 14°. Эпĕ акă мĕн туса пурăнатăп: манăн ĕçĕм çавă-çавă патша çĕрĕнче вутсăр усратăп, тет (не даю им огня, а они от того страдают). Полтава 51. Вут пек чунна вырăнсăр хĕм пек вĕри шухăшпа хĕрхенмесĕр хумхатан. Çутталла 117. Çĕр çинче çил, вут хăватлă, теççĕ. Кан. 1927, № 234. Çĕре пытарас вырăнне вутта пăрахса çунтарни. О заступл. 14. Вăл çĕлен пек авкаланса вутра çуннă. Тимер. Темĕн чухлĕ улпут çурчĕ вута каять (т. е. сгорает). Ала 26. Иван аллинчи çурта тата ахалех, вутсăр-мĕнсĕрех, çутăлчĕ, тет. Якейк. Кăмакара вот пăтрат-ха. Помешай-ка в печке. Ст. Чек. Вут шăхăрсан, хăна килет. Г. Т. Тимоф. Пурте килĕсенче вуттисене сӳнтереççĕ, тет. || Искра. Кр. Чет. † Пирн та (так!) лаши таканлă, посмассеренех вот тохать; çутти йолать çол çине. Изамб. Т. Куçăран (-куçран) вут тухăрĕ (искры). Юрк. Кам арки çине вут ӳкет, ун арки çунат. Кого постигает нужда, тот и страдает. (Послов.). Ч. С. Куçсенчен пĕтĕмпе вут тухса вайрĕ. Из глаз посыпались искры. Сказки и пред. чув. 84. Ун çилĕлĕ куçĕнчен йăлтăр-ялтăр вут кайрĕ. Тим-к. Лутра вырăс кантăк касать. (Вут ӳксе шăтарни). N. Кăмакаран вутă (= вут) сиксе ӳксен, усал çын килет, теççĕ. Если из печки выскочит искра, то, говорят, придет дурной человек. Изамб. Т. Вут сиккипе карĕ (помчался вскачь). || Пожар. Ч. С. Эпĕ те вара вут кутне витре йăтса чупрăм (на пожар). Ib. Вут чĕлхи пĕлекси çын, знающий наговор против пожара. Ст. Айб. Мана шыраса тупрĕç те, вут сӳнтерекен пичĕке ăшне (в пожарную бочку) карĕс-чикрĕç. (Мунчара пулнă вăсем). N. Инçетре вот тохнă (зарево). Сюгал-Яуш. Çав вута чĕлхесĕр (немой) ача кăларнă, çăмарта пĕçерме тапратса. Изамб. Т. Камран вут пуçланнă? С кого начался пожар? Ч. С. Вут кам çуртĕнчен тухнă? У кого начался пожар? Т. М. Матв. Вут куçне шыв! (Вут тухсан, калаççĕ). Ib. Вут тухсан: вут çурта ан хыптăр, тесе, кăмакана хутса яраççĕ. (Поверье). Альш. † Пăванăн хулине вутсем хыпнă, епле пырса кĕрĕ-ши çамрăк пуç? (Солд. п. ). Вомбу-к. Вот сӳнсен, шу нумай. (Послов. ). Юрк. Вучĕ малтан кам çуртĕнчен мĕншĕн тухнипе пĕлсен, ваттисем: вăйран вăкăр тухат, тесе, ахаль каламан иккен тесе, шарт тĕлĕнеççĕ. N. Кӳрше темĕскер пулчĕ: урам тăрăх вут çапнă пек вĕçтерчĕ (помчался прямо и стремительно). Орау. Ачасем Хир-пуçĕнче вут кăларнă (сделали пожар). Ст. Чек. Кĕлетрен вут тухрĕ, теççĕ, кĕлетрен пусан; хыçалтан тухрĕ теççĕ, хыçалтан тухсан. Хурамал. Тĕлĕккре (так!) вут курсан, уяр пулать, тет. Если во сне увидишь пожар, то, говорят, к ясной погоде. || Живой огонь. Чăвашсем 36. Тата çĕр витĕр калараççĕ. Çыран хĕррине, меллĕрех çĕре, çĕре витĕрех алтса тухаççĕ те, ун витĕр тухмалла тăваççĕ; унтан вара ялти вута пурийĕн те шыва сапса сӳнтереççĕ те, çав витĕр тухмалла шăтăк патне йываç алсе пырса, икĕ йывăççа пĕр çĕре сăтăрса, вут кăлараççĕ, ăна вара çав витĕр тухмалли шăтăк çине хураççĕ... Вара этемсем харпар хăй патне çав çĕнĕрен кăларнă вута илсе каяççĕ. || Божество. Хурамал. Вута хĕлле чӳклеççĕ. Ăна та çаплах нимĕр пĕçереççĕ, пашалу пĕçереççĕ. Ăна кăмакумне (= кăмака умне) лартса чӳклеççĕ. Вут пĕрер япалана сиян (= сиен) ан тутăр, ан çунтартăр, тесе, тăваççĕ. N. Тата пĕчĕкçĕ чӳк, вутшăн чӳклекен чӳк ак çапла. Род. п. этого сл. в разных диалектах — вутăни вуттăн, дат. и вин. вутаи вутта. Об огне. см. также у Н. В. Никольского, в «Кратком курсе по этн. чув.», 117 сл.

имĕш

(имэ̆ш), будто бы; говорят, что. Юрк. Сирĕн Курмăшри (чит.: Кăрмăшри) фотографăн чăваш кĕлеткисем (снимки) пур имĕш. Бюрганский. Ĕлĕк авал имĕш чӳк тунă чухне çын пусма хунă, тет, унтан вара турă, этеме хĕрхенсе, ун вырăнне така пусма хушнă, тет. Юрк. Петр Петрович, эсĕ имĕш татах вырăнсăр тăрса юлтăн, теççĕ; вăл хыпар тĕрĕс-и? IЬ. Эсĕ утилни вăрманне каснă имеш; вăл ĕç тĕрĕс-я, тĕрĕс мар-и? СТИК. Ваттисем каланипе, сăвăр пуян аччинчен пулса кайнă имĕш. О Японии. Таса вырăнсене çынсем юри аякри çĕрсенчен кĕлтума. пуççапма çӳреççĕ. Аякка кайса кĕл туни Японсен шухăшĕпе пит сăвап. Çапла аякка кайса çӳреме пĕр таса (святой) çын хушнă имĕш. Ст. Чек. Вăл имĕш вара (или: вара имĕш) ăна хĕненĕ. Он его будто-бы прибил. || Догадка, слух. СПВВ. «Имеш: вăл имĕшпе-кăна калать = будто; но догадке». IЬ. «Имĕш = будто: вăл имĕшпе çӳрет; вăл пирĕн пата килнĕ имĕш те каланă имĕш». Альш. Чиркăва куçарма саккун çук, тет, имĕш.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

невпопад

нареч.
тĕлсĕр, вырăнсăр, тĕлли-паллисĕр; сказать невпопад вырăнсăр каласа яр

неудобный

прил., неудобно нареч.
1. кансĕр, хăтсăр, майсăр, мелсĕр; неудобная одежда хăтсăр тумтир; мебель расставлена неудобно сĕтел-пукана мелсĕр лартса тухнă
2. (син. неуместный) аван мар, вырăнсăр, вырăнлă мар; получилось неудобно аван мар пулса тухрĕ

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

абсурдный

абсурдлă, вырăнсăр, килĕшӳсĕр, тĕлли-паллисĕр; абсурдное мнение тĕлли-паллисĕр шухăш.

вздор

кирлĕ мар пуплев (калаçу), вырăнсăр халап, суя сăмах, кирлĕ мар сăмах.

чушь

ж. мн. нет разг. ăçтиçук, кирлĕ-кирлĕ мар сăмах, вырăнсăр сăмах, уссăр лапăртатни, сӳпĕлтетни.

хватать

кого, что несов. хватить, -чу, -тишь сов. 1. тыт, ярса ил, ярса тыт (алăран, ĕнсерен), айтар; 2. çап, тив; он хватил его по голове вăл ăна пуçран çапрĕ; морозом хватило капустную рассаду купăста калчине сивĕ (тăм) тивнĕ; хватить через край ытлашши, вырăнсăр каласа пăрахма.

ухлопать

кого, что сов. простор., ухлопывать несов. 1. вырăнсăр çĕре ярса пĕтер (укçана), уссăр салатса пĕтер; 2. вĕлерме.

бестактный

1. тактсăр, тĕнккес, тӳрккес, çынсем умĕнче хăйне виçеллĕ тытма пĕлмен, сипетсĕр (çын) 2. вырăнсăр, килĕшӳсĕр (ĕç).

бравировать

-рую чем, несов. хăвăн чăрсăрлăхна кирлĕ мар çĕрте мухтанса кăтартма, вырăнсăр ытлашши хăюллă пулма.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

бессмысленный

прил. 1. (лишённый смысла) пĕлтерĕшсĕр; тĕлсĕр, вырăнсăр, ниме кирлĕ мар; бессмысленный набор слов ним пĕлтерĕшсĕр сăмах купи; бессмысленный поступок вырăнсăр ĕç; 2. (неразумный) ăссăр, тăнсăр, ăс кĕмен; бессмысленный ребёнок ăс кĕмен ача.

бессмыслица

ж. разг. ăссăр, пĕлтерĕшсĕр, тĕлсĕр, вырăнсăр, арăш-пирĕш (самах, ĕç).

взвести

сов. 1. кого-что çавăтса хăпарт, улăхтар; 2. что (поднять на кого-что-л. глаза, взор) çĕкле; 3. на кого (приписать что-л. предосудительное); взвести обвинение вырăнсăр айăпла; взвести клевету элекле; ◇ взвести курок пеме хатĕрлен (пăшалпа).

висеть

несов. 1. (свешиваться) çакăнса тăр; лампа висит над столом сĕтел çийĕнче лампа çакăнса тăрать; 2. (свисать, нависать) усăнса тăр; скалы висят над водой чул хысакĕсем шыв çийĕн усăнса тăраççĕ; одежда на нём висит çийĕнчи тумтирĕ усăнса тăрать; 3. перен. (угрожать) хăратса тăр (инкек); висеть в воздухе вырăнсăр пул; висеть на телефоне телефонран хăпма ан пĕл.

высокопарный

прил. капăр, янкăс, вырăнсăр илемлетнĕ (чĕлхе).

дичь

ж. 1. собир. (о птицах и зверях) чурăш; (о зверях) тискер кайăк; (о птицах) вĕçен кайăк; 2. (мясо) тискер кайăк ашĕ, вĕçен кайăк ашĕ; рагу из дичи кайăк ашĕнчен хатĕрленĕ рагу; 3. разг. (вздор, нелепость) кирлĕ мар юрăхсăр, вырăнсăр) сăмах; городить (или пороть) дичь кирлĕ мара калаç, вырăнсăр калаç; 4. (глушь) тискер вырăн, тĕттĕм кĕтес; такая дичь была вокруг нас пирĕн йĕри-тавра тĕттĕм кĕтес пулнă.

ересь

ж. 1. рел. ересь (чиркӳ вĕрентĕвне хирĕç пыракан тĕн вĕрентĕвĕ); 2. перен. разг. (чепуха) сӳпĕлтетӳ, кирлĕ мара калаçни, вырăнсăр (суя) сăмах; что за ересь ты городишь? мĕн кирлĕ мара калаçатăн эсĕ?

напрасный

прил. 1. (тщетный, бесполезный) усăсăр, харам, нехек; напрасный труд нехек ĕç; 2. (неосновательный) сăлтавсăр, пустуй, тивĕçсĕр, вырăнсăр; напрасный страх вырăнсăр шик.

невпопад

нареч. разг. вырăнсăр, тĕлсĕр, пĕлнĕ-пĕлмен; сказать невпопад тĕлсĕр персе яр.

незаслуженный

прил. тивĕçсĕр, тивĕçлĕ мар, вырăнсăр, тĕрĕс мар.

некстати

нареч. вырăнсăр, тĕлсĕр, вырнаçусăр, вăхăтсăр; прийти некстати вăхăтсăр кил.

неоправданный

прил. 1. сăлтавсăр, сăлтавламан; неоправданный вывод сăлтавламан вывода 2. (нецелесообразный) тĕлсĕр, вырăнсăр; неоправданные расходы тĕлсĕр тăкак.

неподходящий

прил. юрăхлă мар, юрăхсăр, килĕшӳсĕр, вырăнсăр.

неуместный

прил. вырăнсăр, вырнаçусăр, тĕлсĕр, тивĕçсĕр, мелсĕр, ипсĕр; неуместный вопрос вырăнсăр ыйту.

нецелесообразный

прил. тĕллевсĕр, тĕлсĕр, вырăнсăр, тĕллĕ (е вырăнлă) мар; нецелесообразная трата времени вăхăта тĕлсĕр пĕтерни.

отпасть

сов. 1. хăйпăн, катăл, вистенсе тăкăн; штукатурка отпала штукатурка хăйпăнса ӳкнĕ; 2. перен. уйрăл, тух; отпасть от организации организацирен тух; 3. (утратить силу, смысл) пăчлан, вырăнсăр пул; возражение отпало хирĕç калани вырăнсăр пулчĕ; 4. (исчезнуть) пĕт, пĕтсе лар, сӳн; желание отпало сунăм пĕтрĕ, кăмăл сӳнчĕ.

понапрасну

нареч. разг. кăлăх(ах), ахалех, тарам(ах), пустуй, тĕк-тăмал, вырăнсăр; обвинять понапрасну айăпсăр айăпла; не ходи понапрасну кăлăх ан çӳре; понапрасну мы ждали тарамах кĕтрĕмĕр.

попусту

нареч. разг. ахаллĕн, ахалех, вырăнсăр, кăлăх(ах), кирлĕ мар çĕртен, пустуй; ходить попусту вырăнсăр çӳре; тратить попусту сая яр; не трать слов попусту сăмаха сая ан яр.

преждевременность

ж. иртерех (е вăхăтсăр, вырăнсăр) пулни (е туни).

преждевременный

прил. мехелсĕр, вăхăтсăр, вырăнсăр, иртерех пулнă (е тунă); преждевременная смерть ичелсĕр вилĕм; преждевременные роды ача вăхăтсăр çурални.

приплести

сов. 1. что ⸗па [⸗пе] çивĕтле (е çых, яв); 2. кого-что, перен. прост. вырăнсăр персе яр.

притянуть

сов. кого-что 1. туртса ил (е кил); притянуть лодку к берегу кимме çыран патне туртса кил; 2. к чему, перен. разг. ⸗т,тар, хуш; притянуть к ответу ответ тыттар; ◇ притянуть за волосы (или за уши) вырăнсăр усă кур (е асан).

село

с. сала; ◇ ни к селу, ни к городу тĕлсĕр-мелсĕр, вырăнсăр, çыпăçусăр.

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Vagabund

vyrănsăr kuzsa züreken
вырăнсăр куçса çӳрекен

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

маргиналлă

ç.с. Тĕлсĕр, вырăнсăр; курăмсăр, пĕлтерĕшлех мар. Суя фольклорти маргиналлă такмаксене темле тăрăшсан та асра тытма çук. В.Егоров //Х-р, 4.08.1993, 4 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

причак

сутра-мĕнте е урăх чухне евангелиене хĕрес чуп туса антăхни. Хăш-хăш чухне сутра-мĕнте е урăх чухне евангелиене хĕрес чуп туса ăнтăхмала (причак памалла) пулать, ун пек чухне ăнтăлки Турă ятне вырăнсăр асăнни пулмасть <…>[Беседы 1898б:36].

сир

пистер. Ачусене вырăнсăр ятламастăн-и? Пĕрне ачашласа тепĕрине юратмасăр хăнтан сирместĕн-и? (пистерместĕн-и?) [Требник 1886:51].

Çавăн пекех пăхăр:

вырăнлă вырăннăн-вырăннăн вырăнне вырăнпа вырт « вырăнсăр » вырăнсăр çинчен вырăнта вырăнтан кăлар вырăнти вырăнче

вырăнсăр
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org