Шырав: кăвакарчăн

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

апăрша

бедный, несчастный, жалкий
апăрша, епле пĕтсе кайнă! — как она, бедняжка, похудела!
ку апăршана мĕнле пулăшас-ши? — как же помочь этому бедняге?
Пуян çын путек усрать, апăрша сын ача усрать. — посл. У богача много ягнят, у бедняка — детей.
Хĕрлĕ туна апăрша. (Кăвакарчăн). — загадка У босого бедняжки ноги красные. (Голубь).

кăвак

5.
сизый
кăвак кăвакарчăн — сизый голубь

кăвакарчăн

голубь

кăвакарчăн

голубиный
кăвакарчăн ами — голубка
кăвакарчăн йăви — голубиное гнездо
кăвакарчăн чĕппи — голубенок
пуштă кăвакарчăнĕ — почтовый голубь
кăвак, кăвак кăвакарчăн йăви тавра çаврăнать, ик çунатне шарт çапать — фольк. сизый, сизый голубочек все кружится вокруг своего гнезда, хлопая крыльями

кăрăлтат

1.
кричатьо птицах
перевод зависит от характера крика:

курлыкать, кулдыкать, ворковать и т. д.
ăсан кăрăлтатать — тетерев токует
кăвакарчăн кăрăлтатни — воркованье голубя

кулюкка

диал.
то же, что кăвакарчăн

куç


выçă куç — жадюга
кăвакарчăн куçĕбот. незабудка
турат куçĕ — отверстие от сучка в доске
чĕп куç — 1) куриная слепота (болезнь) 2) мигалка, коптилка
чĕп куç курăкĕбот. лютик
шыв куçĕ — полынья, промоина
куç пав — гипнотизировать
куç хӳрипе пăх — коситься, смотреть косо
куçран пăхтар — держать в зависимости
куç хупса иличчен — в мгновение ока
куç тулли — ненаглядный (букв. заполняющий взор)
куçне уç — открыть глаза кому-л. на что-л.
куçран ӳкер — ронять себя в чьих-л. глазах
куçпа çисе яр — есть глазами
кури куçа курми ту — закрывать глаза на что-л.
куç умĕнче кала — говорить в глаза, прямо
куç хыçĕнче — за глаза, заглазно
Куç умĕнче ан мухта, куç хыçĕнче ан хурла. — посл. В глаза не льсти, а за глаза не хули.
куç умĕнчех — очевидно,
наглядно
айăпĕ куç умĕнчех — его виновность очевидна

символла

II.
символизировать
шурă кăвакарчăн мире символлать — белый голубь символизирует мир

турман

турман (кăвакарчăн ăрачĕ)
турман кăвакарчăн — голубь-турман

шулап

2.
желоб на коньке крыши (обычно из выдолбленного бревна)
кăвак-кăвак кăвакарчăн шулап тăрăх кускалать — фольк. ходит сизый голубь взад-вперед по желобу

эмблема

эмблема (символла паллă, ӳкерчĕк)
спорт эмблеми — спортивная эмблема
кăвакарчăн — мир эмблеми — голубь — эмблема мира

кăвакарчăн


кăвакарчăнăм — голубушка, голубка (ласковое обращение к женщине)
кăвакарчăн куçĕбот. незабудка
кăвакарчăн шăтăкĕ — слуховое окно (в надворных постройках)

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

кăвакарчăн

голубь; кăвакарчăн ами – голубка.

88 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

явăç

явăç (jавыс'), свиться; связаться; сдружиться; сходиться друг с другом.
- М. П. Петр. Хыпар № 15, 1906. Ачасем пурте пĕр-пĕринпе явăçса, пĕр-пĕрне чуп-туса: халăх хушшинче килĕшӳ пултăр, тесе, турра кĕл-тăва пуçларĕç.

|| Увиваться.
- КС. Паян çав виле (вил'э) панче кунĕпех çахансам явăçаççĕ.

|| Привадиться.
- Зап. ВНО. Арман кутне йăтăсем явăçнă. К мельнице привадались собаки.
- Юрк. † Уй варринчи  хурамана курак-çăхан явăçнă, явăçнă та сивĕнмест. (Свадеб. п.).
- Зап. ВНО. Кăвакарчăн явăçсан, çын пуять, теççĕ. Если привадятся (к дому) голуби, то человек разбогатеет. (Поверье).

|| Кишеть.
- Зап. ВНО. Ача-пăча ăçта кирлĕ, унта хурт-кăткă пек явăçать (кишат).

|| Болтаться, „тереться“ около кого-нибудь, приставать к кому-л.
- Козм. Явăç, болтаться. Эсĕ ун çумăнче [sic!] мĕн явăçса çӳретĕн? Что ты около него болтаешься?

|| Смешаться (попав в число других вещей)
- Ст. Чек. Явăçса карĕ пулĕ. Вероятно, смешалось с другими вещами.
- Ib. Явăçса (кайнă ĕçлеме) пĕрлешсе, хутшăнса.
- Ib. Явăçса кай çавсемпе пĕрлешсе кай. Об интимной связи.
- Хыпар № 30, 1906. Санăн арăму иртĕнет-мĕн, Евстигнейпа явăçнă, теççĕ, тет.
- Чебокс. Çав арăмпа явăççа çӳрет (путается) вăл.
- КС. Вăл çавăн арăм(ĕ) патне явăçнă (повадился, т. е. они „кусаççĕ“).
- Бiтр. Çав ывăлсенчен кĕçĕнни çав карчăкăн хĕрĕ патне йывăçнă, тет те, кайран сивĕннĕ, тет. Младший из сыновей связался с дочерью той старухи, а потом охладел к ней.

|| „Путаться“ с кем
- Юрк. † Хура хĕрсемпе явăççа, хура-хутаç илсе хуплантăм. Путаясь с девушками-чернушками я замаялся покупать им рожки (плоды ceratonia siliqua).

çын

(с’ын, с’ин), человек. См. этем. Вишн. 61. Çын чирлесессĕн, унăн варĕ, тата пыршисем çинĕ апата сывă çыннин пекех çĕртме (переваривать) пултараймаççĕ. N. Çын ăшне кĕрсе тохмалла мар. (Послов.). Н. Карм. † Ай-хай турă çыннисем, хырса çуса каймаççĕ хурисем! Хырса çуса кайсассăн, ман пуçсем ырă курмĕ-ши? Ала 54. Эпĕ çынсем çине тилмĕрсе пăхрăм та, вĕсем мĕнле çынне палларăм (понял, что это за люди). Орау. Унăн иккĕмĕш арăмĕ пит аван çын пулнă, тит. Ib. Çынни аван, умпа çăккăр çима пулать (гов. о женихе, невесте и пр.). N. Çынсенĕн пурин те вилмелле, эсĕ — çын, çавăнпа санăн та вилмелле. Все люди смертны; ты — человек, следовательно, ты смертен. Сред. Юм. Улмерен ôн пик çынпа çыпăçма тор ан хоштăр. Не дай бог вперед с таким человеком связаться. Сред. Юм. Пирĕн пик çынсĕм вилсе пĕтсен, пиртен вара вăниккĕн пĕр така пусакан пĕчик çынсĕм порнмалла, тет. Шорк. Çын латти те çук. Не похож на человека. Альш. † Ах, милиньккăй, Хусанăн кантурĕ, эсир иккен çыннăн матурĕ (вы молодцы из молодцов. Застольн. песня). Ib. † Чун савнине илмесен, ӳсес те мар çын пулса. Регули 1270. Çынсерен (çынтан) пĕрер сом паратпăр. Мы платим по рублю с человека. N. Çын ĕмĕлки те полмĕ. Сред. Юм. Çын сăнĕ тесе пит нăмайччен чирлесе выртса орăх сăнлă полсан, пит хăраса сăнран кайсан, калаççĕ. Якейк. Çын сăнне пĕтернĕ. Дошел до крайней нравственной испорченности. N. Эпир кунта çын сăнĕнчен тухрăмăр. Мы здесь потеряли человеческий образ. (Из письма чувашина, ушедшего на заработки в прежнее время). Ал. цв. 28. Халĕ тата, эпĕ çын сăнлă чухне, юратсам мана. N. Унтан вара аллине çуни (умывший руки) пĕр çынсăр пушă пӳрте кĕрет (входит в пустую избу, где нет никого). N. Эп çынсен умĕнче нихçан та тутарла калаçман. Я никогда не говорил публично по-татарски. (Çын умĕнче — значило бы „при людях“). N. Лайăх пĕлнĕ çынсем — 1) хорошо знакомые люди, 2) близко знакомые люди. Кан. Çынна пăхсан, пĕрне тин юрăхлине тупрĕç. N. Арăмĕ хирĕç тухнă та: ĕçлекен çыннусем ăçта? тенĕ. N. Шурса кăвакарса каяççĕ, вĕсен çын тĕсĕ те юлмасть (так что на них и лица нет). ЧП. Çынна çисе çын пĕтмест. Альш. Пукравччен Пукрав валли хулана кайса тырă сутасчĕ: укçа кирлĕ, теççĕ çынсем. Етрух. Тата сирĕн килшчикки (= кил ăшчикки) таса мар, сире çын пăснă (вас испортили), сирĕн уна тасаттарас пулат, тет. (Чăваш чирĕ). N. Çыннăнни пек, çыннăннĕ пек, похожий на принадлежащий человеку (или другому человеку). || Люди, общество. Ала 27. Кунта пĕр маях çын килет. Сюда все время люди приходят. Ау 10. Эпĕ лере ялан çын хушшинче пурăнтăм (все жила на людях, т. е. в обществе других). N. Çын çинче çын пек пулмасассăн: кам ывăл-хĕрĕ? тесе ыйтаççĕ. Н. Якушк. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, эсир ăçта — килĕрте, ачăр ăçта — çын çинче. Кубня. † Ялта савнă тантăш пулмасан, тухассăм килмест çын çине (не хочется бывать на людях). N. Çын çине тух, водиться, общаться с людьми. || Прочие люди. Собр. † Шухăшламан чух çын пекех (как все), шухăшла пуçласан, пуçсем çавăрнаççĕ. N. Вĕсем те, çынран юлас мар тесе (чтобы не отстать от прочих), тăрăшĕç; çул иртсе çӳрен куçне те çын ĕретлĕ курăнĕç. Емельк. Çынна çитмен çын. || Нередко передается по-русски словами другой, чужой, в смысле другой человек, чужой человек. N. Çынна усал ан сун, хăна йывăр пулĕ. Якейк. Çын çине шанать. Надеется на чужой карман. Çĕнтерчĕ 44. Вăл пур çинче çын айне кĕмĕп-ха, çын хури (= хурри) пулмăпăр. Пока он жив, меня никто не обидит. N. Тапак çынран анчах туртса пурнатăп. Я курю только чужой табак. В. С. Разум. КЧП. Эсĕ çавă сăмаха каламасан, ман çын мар вара (если ты не скажешь этого слова, ты для меня чужой). Г. А. Отрыв. Çын çинчи (вар. Çынти) — йывăç çинчи (т. е. до чужого горя никому нет дела. Послов.). N. Çын çинчи — йывăç çинчи: çыншăн çын кам васкакан пур? Сред. Юм. Çынтан илтнипе йăмахлать. Говорит только по слухам. Ib. Эсĕ шывва (= шыва) кĕме кайсан, эп те пырап, çынтан йолмастăп эп апла. Ib. Тар-чир çынтан çынна сикет. Тиф переходит от одного человека к другому. Ib. Килте ăсĕм те пирн пикех пôрнаççĕ те, çын çине тохсан, ăсĕм çын аллнпе кăвар туртаççĕ (чужими руками жар загребают), ôлпôт-хуçа пик çиç çӳреççĕ. Учите детей. Ачана хăнана та пит илсе çӳрес пулмасть, апла вăл çын тăрăх сĕтĕрнсе çӳреме вĕренет (привыкнет шататься на людях). Чăв.-к. Эпир çын хăюлă пулас çук, савнă сарă хĕре илес çук. N. Çак приккашчăк, ирĕклĕхе кĕрсе ӳкнипе, çынсен вăйĕ тăрăх анчах пурăна пуçланă. Собр. Çынăн (çыннĕ) картара теççĕ. (Послов.). Арçури. Çитмен пурнăç пирки-çке, çын куçĕнчен пăхатпăр. Ведь мы бываем в зависимости от других вследствие недостатков и нужды. Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Никто не заметил, хак поставил загородь. Ib. Çын сисиччен кил çавăрса лартрĕ. Никто не заметил, как он построился. Ib. Йăван çын сисиччен аланса пăрахрĕ (кăларса, вăрласа илни çинчен). Йăван аланнине (= авланнине) çын та сисмер. М. Тув. † Манăн савни ял урлă, калаçасси çын урлă (с ним или с нею приходится сноситься через других лиц). Сред. Юм. Çынна çисе çӳрет. Распространяет дурную славу о других. || Порядочный человек. Пазух. Эпир çынсем ăшне те халь кĕриччен, алăри ачасем те, ай, ар пулĕç. Ib. Кăвак кăвакарчăн, ай, çурчĕ çук, çын пек пулас тесен те, халь телей çук. N. Тавтапуç (сана?) çыру ярса тăнăшăн. Эсĕ çыру янипе эпĕ те çын пек пултăм. Нюш-к. Матки çын турĕ уна, теççĕ. Его сделала человеком (т. е. исправила) жена. Орау. Кăна тăхăнсан, çын манерлех пултăн, ĕнтĕ. Ала 70. † Аттепеле-анне канашлаççĕ, пире çын ĕретне кӳртесшĕн. Лашм. † Хуллен еррипе пурăнса, кĕрсе пулĕ-ши çын çине? С. Тим. Атте-анне пирĕншĕн мĕшĕн йĕрет?! — Çын тĕрлĕ çын çине кӳртесшĕн (хотят оставить нас после себя порядочными людьми). Бур. † Çынсем çинче çын пек пулам тесен, пирĕн турă панă телей çук. N. Хăвăн анкартинче тăватă капан тырру йăтăнса ларат, çапах та çын ĕретне кĕрсе пурăнаймастăн, тесе ларатăп хам ăшăмра. Изамб. Т. Çын евĕрлĕ пул. Веди себя хорошенько, как другие люди, по-людски. Сред. Юм. Çын пик лар! (Ачисĕне: чипер ларăр, тессине калаççĕ). N. Тĕрмене пăхса тăракансем çын евĕрлĕ пулчĕç; япаласем илсе пырсан, кӳртмеççĕ те: хушман! тесе çех кăçкăраççĕ. Собр. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк чунăм, ыр çынсем тавра çаврăнать: ыр çын çине кĕрсе пулми? тет. N. Ман ача куккăшсем патне кайнă та, ăна, çын вырăнне хурса, лайăх пăхман, çавăнпа вара ман ачанăн кăмăл хуçăлнă (обиделся). В. С. Разум. КЧП. Хăй ырă çын пек утса çӳрет, хăйĕн ăшĕнче нимĕн те çук. Ходит как будто хороший человек, а у самого внутри пусто. Тим. Çын йĕркелĕ пурнас — жить по-людски. || Взрослый человек. СТИК. Çын кут çӳлĕш ӳсмен, пысăккисене хирĕç кăшкăрат, чĕлĕм туртат. (От горшка два вершка, а большим перечит, курит; говорят малĕньким детям). || Муж. N. Санăн çынну паян ирхине ста карĕ? Куда пошел твой муж сегодня утром? || Иногда обозначает мужчину. || Супруг или супруга. Собр. Ăна вара хăйĕн çынни тăват, тет (овладевает им). См. çĕлен. Ст. Чек. Çынпа çӳрет, знается с чужим мужем или женою. || Супружеская чета. N. Ĕлĕк пĕр вăхăтра пĕр ялта арлă-арăмлă çын пурăннă, вĕсем мĕскĕн çынсем пулнă. || Личность. Янгильд. Çул каякан çын карĕ ăнчах, Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || О членах семьи. N. Исир çырнă: матку посылкă ячĕ, ашшĕ ячĕпе янă пулсан та ил эсĕ уна, тесе çырнă... Мĕле исир пĕлместĕр кам ячĕпе ярасса пĕр килти çын. || Хозяин. К.-Кушки. Айăп лашинче, çыннинче мар. Этому виною лошадь, а не ее хозяин... N. Çавăнпа чăвашсен те çынсеренех (в каждом доме), шкулра вĕренсе тухнă çынсем пулма кирлĕ. || Заказчик; посетитель. ТММ. Тимĕрçĕ çынсăр тăмĕ, арман çынсăр тăмĕ, юмăç çынсăр тăмĕ. (Поговорка). || Народ. Изамб. Т. Унта çын! унта çын! таçтĕлти те пур-тăр. Народу-то там! Со всех, поди, сторон. Юрк. Çăкăрсене, кулаçсене, хăпартусене, хуплусене, куклĕсене, пашалусене чăвашсем ытти çынсем пекех пĕçереççĕ. Толст. Вăл халăх çыннисем (эта народность) хăйсен чĕлхипе анчах калаçаççĕ. || Изображение человека, чучело человека. N. Юртан çынсем тăваççĕ. Сред. Юм. Ĕлĕк çын чирленĕ чухне киреметсĕне (киреметям) чустаран çын туса панă, тет. = Отпечаток человека. Сред. Юм. Çын ӳкерни. Хĕлле ачасĕм (таса йор çине лап выртса хăйсĕне йор çине ӳкереççĕ т. е. получаетс я отпечаток фигуры). || Житель. Хорачка. Перĕн Чикме çыньă первой тохса соха патне, Йӳрйӳрĕн эрне каран (спустя неделю после Юрьева дня). N. Кăшт калаçкаласан эпĕ ыйтрăм: вырăсла калаçма пит ăста-çке, ăçти çын пулатăн капла эсĕ? терĕм.— Чĕмпĕр кĕпĕрни, Пăва уясĕ, ялĕ Пăрăнтăк, терĕ. || Населенная территория. N. Кăрмăш çыньпе (с’ин’бэ) Етĕрне хошшинче. Между Курмышским и Ядринским уездами. || Употребл. в чувашизмах. Орау. Çынну (к нему) патне пырса перĕнеймăн: тумланнă, такăш тийăн. К нему и не подступишься: разодет, подумать, что невесть какое важное лицо. Шибач. Пĕр-ик эрнерен çын полать вара (чĕрĕлет). КС. Унта пурăнсан, çын пулат вăл (оправится). Ib. Эп ăна çын турăм (поставид на ноги). Чăв. й. пур. 35. Ăна кӳмесен çын пулаймĕ, кайран мана асăнăн, тенĕ. Альш. † Çын ăшне кĕрсе çитсессĕн (когда приду в возраст), мана атте уйăрать. (Хĕр йĕрри). N. Пур тăванĕсем те ăна чиртен чĕрĕлсе çын пуласса сунман. Изамб. Т. Мана, ик ачаллĕ çынна, кам илет. Кто возьмет меня (замуж), у меня, ведь, двое детей. Юрк. Арăмĕ, халиччен чей ĕçмен çын, тытăннă савăнса сăмаварне лартма. Янтик. Туйăм, туйăм, туй халăх, киле пырсан, çын пекех. N. Çын айне ан юлăр. Не давайте себя в обиду. ТХКА 82. Кĕçĕн ывăл пур ман, Ваньă ятлăскĕр, шкула каять вăл. Аслисем çын пулаççĕ ĕнтĕ.

çит

(с’ит, с’ит’), достигать, доходить, доезжать, добираться, прибывать. М.-Чолл. Кăвак кашкăр калать: ан, çитрĕмĕр (слезай, мы доехали). N. Манăн (или: мана) киле çитесси инçе мар. Мне недалеко до дома. N. Вĕсем хулана пилĕк çухрăм çитсе кĕреймен. Они не дошли до города пяти верст. Сĕт-к. Орапая йăвăр тиярăмăр та, аран лăчăртаттаркаласа çитсе (çитрĕмĕр). N. Çитейместпĕр халĕ. Мы пока еще не доехали (до дома и т. д.), еще довольно далеко. ЧП. Икĕ усламçă килеççĕ, тарăн вара çитеççĕ. Çитин-çитмин мĕн тăвас, тавар илмесĕр юлас мар. Тим-к. Пуп çав вăхăтра киле çитнĕ, Украк часрах тухса тарнипе пупа çитсе çулăнса вара киле тарнă. Регули 1158. Вăл ман пата çитрĕ. Ib. Сан пата çитиччен килтĕм. Ib. 1127. Эп чӳркӳ патне çитрĕм. Чӳркӳ патне çитичченех шу тăрать. В. С. Разум. КЧП. Кĕркури çитнĕшĕн хĕпĕртесе, киле çитрĕç. Дошли до дома, радуясь тому, что Г. прибыл домой (с военной службы). Б. Яныши. Тăррисем хитре йоррисене йорлама çитеççĕ (прилетают). Баран. 86. Эпĕ хам çитес тенĕ çĕре çитсе пыраттăм. Изамб. Т. Пăр (град) карттус çине ӳкет те, пуçĕ патне çитеймест. Хора-к. † Ати кил-хошши çитмĕл отăм, çитмĕл отăма çитсессĕн атин килĕ полĕччĕ. (Свад. п.). Истор. Çар ертсе çӳренĕ чух вăл пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçен-кайăк пек час çите-çите ӳкнĕ. N. Ыран тăват сехет тĕлнелле, завтра, приблизительно часам к четырем (тăват сехете — значило бы, чтобы в четыре часа быть здесь). || Догонять. Яргуньк. Кайсан-кайсан, çав лашана çите пырать (начал догонять), тет. Чураль-к. Лăпăрлă карчăк çите килет (догоняет, настигает), çӳхеме те çисе ячĕ, хама та çисе ярать. || Заставать, настигать. В. С. Разум. КЧП. Эпир авăн çапнă чух çăмăр çитсе çапрĕ. N. Ăшăмри чĕрем хускалчĕ, вилĕм хăрушăлăхĕ çитрĕ мана: хăраса чĕтĕресе тăратăп. Баран. 22. Вĕсем (гнус, насекомые) выльăха чĕрĕлех çисе ярасса çитеççĕ. || Доходить числом. Çутт. 142. Йăвăç пахчи пысăках мар, вăтăр ӳлмуççие анчах çите пырать (приблизительно доходит до тридцати корней). Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 11. Сакăр пине çитсе перĕнет вĕт вĕсен шучĕ. N. Чĕмпĕртн чăваш шкулĕ те, 1862-мĕш çулта пĕр ачаран пуçланса 1870-мĕш çулта 9 ачана çитсе, шкул хисепне кĕнĕ. N. Пилĕк тапхăрччен хĕрĕхшер хут, хĕрĕхе пĕрре çитми суран туса çаптарнă. Арзад. 1908, 54. Инке пĕр купăста йăранĕнчен 15 пуç, тепринчен малтанхине З пуç çитейми каснă. Кратк. расск. 26. Эпĕ çĕр çинче çӳре пуçлани çĕр вăтар çул ĕнтĕ; çапах аттем-аннем çулĕсене нумай çитеймест манăн кун-çулсем, тенĕ. Орау. Вун çичче çитесси манăн тата пĕр уйăх; вунçич çул тултарма манăн пĕр уйăх çитмест. Мне недостает до семнадцати лет одного месяца. Регули 906. Воннă ут патнех çите пыратьчĕ. Было лошадей с десять. || Дожить, „достукаться“. N. Тĕнче тăрăх кайма патнех çитрĕмĕр ĕнтĕ, тенĕ Иван Петрович, хăйĕн юлашки ĕнине хырçăшăн илсе кайсассăн. Дожили (достукались) до того, что пришлось итти по миру, сказал Иван Петрович, после того, как увели у него последнюю корову за подати. N. Ситмĕле çитрĕм. Мне исполнилось 70 лет. Савруши. Çапла ĕнтĕ юлашки кун патне çитеççĕ (наступает...). N. Вилĕм ĕçне çитетпĕр. || Переходить, заражать (о болезни). Трахома. Упăшки чирĕ алшăлли тăрăх арăмне те çитрĕ. || Посетить, побывать. N. Ваçан çав арçын-юмăç патне те çитнĕ (посетил). Курм. Эпĕ Москова та çитнĕ. Я был и в Москве. N. Миçе хулана çитрĕмĕр, хамăр ял этемми курман. Во сколькях городах побывали, а своих деревенских не встретили. N. Халер аллă яла çитнĕ. Холера посетила пятьдесят селений. Кан. Кун пирки ĕç сута та çитсе пăхрĕ. Это дело побывало и в суде. Юрк. Виç-тăват çул хушшинче ку виç-тăват приказа çитет (перебывал в трех-четырех приказах). Ib. Çитнĕ çĕрте çырла темĕн чухлехчĕ. || Исполняться. N. Шухăшланă шухăш та тепĕр чухне (иногда) çитмес. N. Ун урлă калани çитнĕ. Шорк. Эпĕ шухăшлап та, çав авалхи çынсем сомаххи ман тĕлĕн (в отношении меня) çитсех пурать. Б. Яуши. Кушак çул урлă каçсан, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитмест, теççĕ. (Поверье). Ала 62°. † Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăш шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр. || Доставаться; постигать. Хĕн-хур. Çынна хĕн-хур тăвакана тивлет çитмест (не даруется). Ст. Ганьк. Çав ылттăн хурт пылне хăçан та хăçан йӳçĕ çитерĕ, çавăн чухне çак çынна йӳçĕ çиттĕр. N. Мана мĕн çитсе ларчĕ, çавна эсĕ те асăнтах тытса çӳре. Ман çине çитни сан çине те çитмелле. N. Ĕçе тӳррипе тумасан, сирĕн çине ун çилли çитĕ. N. Сан суту пĕр сехетрех çитрĕ, тийĕç. N. Ăна та мĕн те пулсан çитĕ-ха. N. Кам пире çитнĕ инкекрен хăтарĕ-ши? || Достигать апогея. Орау. Эх, мăнтарăн çанталăкĕ! Пирĕн кун-çул çите пуçларĕ (какая благодать весною). Кан. Ак çитрĕ пурнăç. Альш. Ял çыннисем тиркешмесен, çитнĕ манăн пурăнăç. Ала 103°. † Ати лаши — сар лаша, кӳлтĕм тоххрăм чопмашкăн. Хампа ларттрăм сарă хĕр, сарай тавра çавăрăнтăм, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ. || Доставать, быть достаточным, хватать. Альш. Пурне те çитнĕ чыс (угощене). Никам кăмăлĕ шăранмасăр юлни çук. Ib. † Улма йывăççине пас тытнă, ан чарăрсем, тăвансем: пире чыс çитнĕ. (Застольная песня). N. Кĕнеке çитмен пирки (от недостатка) сан патна вулама çӳреме тивет. Истор. Эсир мана кашни килĕрен виçшер кăвакарчăн, тата виçшер çерçи тытса парăр та, çитĕ (и довольно). N. Сире сахалпа çитес çук (малого количества вам недостаточно), сахалтан та (самое меньшее) сире пĕр пăт кирлĕ. N. Эх, çитмен пуранăç, мĕн чухлĕ çынна эсĕ тĕттĕме хăвартăн! N. Ачасемпе калаçса пăхасчĕ пирĕн, ун чухне мана ĕмĕр çитнĕн туйăнĕччĕ вара. ССО. Таванăмсем! пытанса выртасси çитĕ ĕнтĕ! О сохр. здор. Тӳшек питне малтан каланă пек вĕри шывпа вĕретсе тасат, вара çатрĕ те (вот и всё). N. Эпĕ мĕн çитменшĕн хамаăн чи çывах çыннăма сирĕн аллăра парăп? Чем люди живы. Симунăн вара пурăнăçĕ çитсе тăра пуçланă. Семен стал жить в достатке. Изамб. Т. Мункунта укçа илни çитмес (недостаточно того, что...), çăмартине те, хăпартуне те пухса çӳреççĕ (попы). Ib. Çитменнипе лашана сутса ятăмăр. N. Çитменнине тата атти (анни) пырса кĕчĕ. Ой-к. † Пус-кил арĕм сӳс тĕвет; эп те тĕвем, терĕм те, кисип çитмеç, терĕ, тет. Кисип илме карăм та, йăтти хăр-хам! терĕ, тет. Регули 247. Окçа çитменрен (scr. çитменирен) çӳремест вăл. Он не путешествует потому, что у него недостает денег. Ст. Шаймурз. † Шур кăвакал чĕпписем кӳл-кӳл урлă, сĕлĕ сапса сĕлĕ çитмерĕ. Н. Сунар. Халĕ ĕнтĕ, ватăлсассăн, ĕçлеме вăй çитейми пуçларĕ те, вăл мана хăваласа ячĕ, тенĕ. Н. Сунар. Вăл ĕлĕк çамрăк чухне аван ĕçленĕ те, халĕ, ватăлсан, унăн ĕçлеме вăйĕ çитейми пулнă. Качал. Патша хĕрĕ курчĕ, тит те, çакна, калать, тит: ма килтĕн, Йăван, тесе каларĕ, тит. Эпĕ пĕтни çитмеçт-и? Кай, атту пĕтетĕн эс те, тесе каларĕ, тит (она). Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. Кожар. Пичĕшин, кахаллипе ĕçлемесĕр пурăнса, çиме те çитми пулнă. Его старший брат стал скудаться едой. Юрк. Чиркĕве кĕрсен, çав аллинчи çуртисене кашни турăш умне çутса ларта пуçлат. Пурин умне те пĕрер çурта лартсан, пĕр турăш умне лартма çурта çитмест. Ib. Сана уйăрса пани çитмен халĕ. Мана мĕн чухлĕ патăр? N. Пурăнăç çитмен пирки выçăллă-тутăллă пурăнса аран ӳскелерĕм. ЧС. Ачасене татах тем çитмес: кушилти çăмартана капăр (вдруг, сразу) тăкса яраççĕ те, пĕри те пĕри илес тесе, сыранса ӳкеççĕ. N. Вăл панипе çитмерĕ. Данного им не хватило. N. Саххăрпа çитет поль. Сахару-то, поди, достаточно (т. е. больше не надо). N. Ĕлĕк пирĕн нихçан та çиме çитместчĕ. Якейк. Эс мана окçа тыр вырнăшăн кĕт çитимирах патăн (не додал). Ib. Çорт лартма Иванăн хатĕр çите пырать. Иван почти что приготовил материал для стройки. Яжутк. Çулталăкне çĕр сумпа çите. Будет достаточно ста (ассигнованных) рублей в год. Юрк. Çĕнĕ-çын чухне хунямăшне пĕр витре шыв карташĕнчи пуссинчен кӳрсе пама ӳркенекен çынна, халĕ тата таçтан аякран та пулин ирĕксĕр тултас пулат. Ахаль те чăлах япалана, наяна, çитнĕ те... тытăнат хуняшшĕне: пус та туса памарĕ, тесе, вăрçма. Собр. Ĕçсе çитнĕ, тек ĕçсе капан тăвас çук, теççĕ. Йӳç. такăнт. 37. Ну, кум, ан ятла çисе те, ĕçсе те çитрĕ. Манăн каяс ĕнтĕ, питĕ ĕçсĕр пултăм. || Касаться. N. Лашине куритене çитмеллех кăкарман. || Сравняться. Янш.-Норв. Тĕр таврашĕнчен вара ăна çитекенни те çук: ăна хуть те мĕнле тĕр пуçласа пар, вăл ăна пĕр самантах тума вĕренет. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). N. Ача-пăчана ху куç умĕнче тытнине нимĕн те çитмест. N. Вĕсен çулчисене, кăларичченех (до вырытия корнеплодов), татманнине нимĕн те çитмест (лучше всего не рвать). N. Нумай тĕрлĕ суран пур, чĕре суранне çитеймест. N. Эсир ăçта мана çитме! Тăв. 37. Ну-у, кăна уш ан кала та. Ваньккана Кирукăн çитме питĕ инçе. N. Ку Якор патне çитес çок. Ему с Егором не сравняться. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет? || Приближаться. N. † Хăят çите пуçласан, хĕр пухăнать урама; Хăят çитсе иртсессĕн, хĕр саланат урамран. СТИК. Эс миçере? — Çирĕмре.— Эй сана салтака кайма вăхăт çите пырат иккен! (Выражает близость солдатчины, не указывая на приближение во времени). || Успевать, подоспевать. С. Айб. † Савнă тусăм аса килнĕ чух çитеймерĕм эпĕ чыспала. БАБ. Ку тукатмăш хĕвел аннă вăхăтра вилчĕ те, çĕрле пулса çитиччен ун вилни çинчен пĕтĕм ял пĕлсе çитрĕ. Собр. † Пире курайман тăшмансенĕн куçĕ ăçтан курса çитет-ши? Орау. Иванĕпе Макарĕ çитнĕ те унта (уж там, везде поспевают шедьмецы)! В. С. Разум. КЧП. Вăл килессе кĕтех тăрса урока çитеймерĕм. || Вернуться, обратиться на... N. Хам тунă йăнăшсем хамах çитрĕç, вĕсем пуçăм çинчи çӳçрей те йышлăланчĕç. Нижар. † Кайăк-хур пырать картипе, кайри мала иртминччĕ: эпир çакăнта ĕçсе çисе юрлани хамăр хыçран çитминччĕ. || Наступать. Юрк. Çитес пин те тăхăрçĕрмĕш çулта. В будущем 1900 году. Орау. Çитес хĕлте (будущею зимою) кĕлетне кăлараймăпăр-и-ха, сыв пулсан! Четырлч. Çитнĕ çулхи (наступившего года) куланай пулат, çак парăмсене тырă пулнă çул пурне те ытаççĕ. Якейк. Пирн те каяс çиттĕр поль. Поди и нам наступила пора уходить. (уезжать). СТИК. Çитес вырсарникун, çитес эрнере, çитес уйăхра. (В этих выражениях „килес“ не употребляют). Ib. Çитес праçникре тата килĕр. Кан. Етĕрнери эрех савăчĕ-çуртне çитес кунсенчех юсаса çитереççĕ (кончат ремонтировать). ТХКА. Тăхти, çитес çул клевĕр лартам-ха, сана вара клевĕр пăтти пĕçерсе парам, клевĕр кукли туса çитерем. Чхĕйп. Вара вăлсам çитес каç, юпа тăвас тенĕ чух, пĕр пĕчĕк сĕтел, тата тепĕр пĕчĕк пукан туса хатĕрленĕ. ГТТ. Ваттисенче вилнĕ. Умер (-ла) в старости. N. Анчах вăл вăхăт çитсех çитмен пулĕ ахăр (видно еще не совсем наступило). N. Ача çурални сакăр кун çитсен (когда исполнится в дней со дня рождения ребенка). ЧС. Манăн асанне вилни пилĕк çул çитет ĕнтĕ. НАК. Киле каяс вăхăт çитерехпеле, когда уже приближалось время отъезда. || В качестве вспомог. гл. N. Новгород пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ. Баран. 107. Тинех вара вĕллере йĕрке килсе çитет (наступает порядок). N. Вĕренсе çитсе кĕнеке вулăр, хытă çĕре кăпăк тăвăр. Ала 62. Пурте ларса çитсен, когда все усядутся. Ib. 80. Ĕçсе-çисе çитсессĕн, вырттарса çывратрĕç старике. Чăвашсем. Çутăлса çитсен, когда рассвело (-ет). Пĕтĕмпе тĕттĕм пулса çитсен, когда совсем потемнело (-ет). Виçĕ пус. 17. Начарланса çитет. В. С. Разум. КЧП. Микулай ӳссе çитнĕ. О сохр. здор. Пирĕн ĕçе çавăн пек: тасалса та çитме çук (т. е. не находишь времени привести себя в порядок). N. Çамрăк ачасем салтака кайиччен нумай вĕренсе çитеççĕ. N. Мĕнле ку чиновниксем, улпутсем пит „кăмăллă“ пулса çитрĕç? N. Килсе çитнĕ. N. Пурăнсан-пурăнсан, хай чир чиперех пусмăрласа çитет. N. Начарланнăçем начарланса çитнĕ. Чума. Вăй-хăвачĕ пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ (у нее). N. Выльăхсем самăрланса çитрĕç. Цив. Çырмана лашасене тытма пырса çитрĕ. Н. Сунар. Вăл ман пата чупса çитсе (подбежав), мана калар. Бес. чув. 4—5. Ун çинчен: ку пуйса çитрĕ, теме те юратьчĕ. N. Кунта халăх пайтах пуçтарăнса çитнĕ иккен. СВТ. Тата ача пĕр-пĕр чирпе чирлĕ пулсассăн та, сывалса çитиччен ăна шатра касма юрамасть, теççĕ. Альш. † Ӳссе пĕвĕм çитсессĕн, эпĕ усал пултăм-и? (Хĕр Йĕрри). N. Вĕсем мана эпĕ аптăраса çитнĕ вăхăтра кклсе тапăнчĕç. N. Курăк ирхине чечеке ларса çитет. N. Сан хаярлă-хунтан хăраса çитрĕмер. N. Сывлăшăм пĕтсе çитрĕ. N. Шăп тăват сехет тĕлне килсе çитрĕ. Пришед ровно в четыре часа (секунда в секунду, без опоздания). || Быть готовым (доходить до того, что...). Юрк. Хăшне пăхнă, ăна, юратлипе ытараймасăр, чуп-туса илессе çитетĕн. Н. Шинкусы. Тем парасса çитнĕ. Был готов отдать не знаю что. См. ахаль ту. БАБ. Юман хăй тĕреклĕ, çирĕп те, кăмпи те хăватлă теççĕ, курăнать; таçтан илессе çитеççĕ сассим (готовы взять откуда бы ни было). || В чувашизмах. Четыре пути. Çитĕнсен евчĕсем ăçтан çитнĕ унтан (отовсюду) пыра пуçларĕç. N. Ăçта çитнĕ унта, куда ни пойдешь — всюду... N. Ăçтан çитнĕ унтан, со всех сторон, отовсюду. ТММ. Ăçтан çитнĕ туйăма, кушак пуç пек хыпама.

çăмăр чӳк

назв. моления. Хир-б. ЧС. Пирĕн ялсем кашни çулах, çăва кĕрсен, канлĕ (scr. кăлнă) вăхăтра çăмăр чӳк тăваççĕ. Н. Седяк. Çăмăр чӳкне çăмăр пулмасан тăваççĕ. Ялтан çу, сĕт, кĕрпе, çăкăр пуçтарса çӳреççĕ. Ял вĕçне тухса пĕçерсе чӳклеççĕ хуранĕпе лартса, унтан вара валеçеççĕ пăттине. Çисе пĕтерсен, пурте кĕпи-йĕмĕсемпех шыва кĕреççĕ. Кĕменнисене шыва тытса пăрахаççĕ. Таврăннă чух урамри çынсене те шывпа: „çăмăр чӳк шывĕ“, тесе сапаççĕ. Пăттине пĕçерсе кĕл-туса пĕтерсен, кăвакарчăн вĕçтерсе яраççĕ, Кăвакарчăн хĕвел-тухăç енеле кайсан: тырă пулать, теççĕ. „Çак чӳке ака пĕтсен тăваççĕ. Срв. описание „çерçи чӳкĕ“. Етрух. Çăмăр пулман чухне çерçи чӳкĕ тунни. Çăмăр пулман çул, чăвашсем çерçи чӳкĕ тăваççĕ. Ялта пĕр виç ватă çын пулсан, усем ялти мĕн пур çамрăк ачасене пурне те пĕр çĕре пухăнма хушаççĕ, вăл ачасене пĕр ачана хушаç килрен кăçкăрса çӳреме. Вара вăл ача кăçкăрса çӳрет кантăкран; вот епле кăçкăрать: çăмăр çуман пирки ваттисем, уçăп пиччепе Ермулла пичче, ачасене пухăнма хушрĕç; усем: çерçи чӳк тутарас ачасене, теççĕ. Вара çапла кăçкăрсан çӳлленех ялта пĕр ача та юлмасть пухуна кайманни. Унта вара пухура ваттисем калаççĕ: ачасем, епле, каплах пулсан, пĕр çăмăрсăр пирĕн тырă-пулă пулмасть, çерçи чӳк тăвас пулать, ан ӳркенĕр-ха, çине тăрăр, ĕлĕк çерçи чӳк тусан çăмăр пулаканччĕ, тырă-пулă та аван пулатьчĕ, ачасем, епле пулсан та, ан ӳркенĕр!“ Вара ачасем кăçкăраççĕ: ваттисем хушнине мĕнма ӳркенес-ха, теççĕ, вăл çăмăр пулсассăн хамăра усă пулать, эпир вара хамăр та выçă вилместĕпĕр. Ну вара ваттисем калаççĕ: эппин, ӳркенмесен, акă çапла пуçтарăр: пĕр çиччĕн-саккăрăн çерçи чĕппи пуçтарма кайăр, килĕрен пуçтарăр, камăн лупас çумĕнче, çта кĕлет çунаттисенче пулать, усен сассисем паллă: чăрăк! чăрăк! туни. Акă усене пуçтарса пурте çырма хĕрне анăр, унта усене тасатса пăтă пĕçерес пулать, тет; ыттисене çăнăх, кĕрпе, çăв, тăвар килĕрен пуçтарма яраççĕ. Çав япаласене пурне те пуçтарса пырсан, вара калех пĕр чухăн çын латĕнче пашалу пĕçереççĕ, çине çу сĕреççĕ. Пăттине çырма хĕринче пĕçереççĕ; пĕçерсе çитерсен, пур хатĕр те çитсен, вара шыв хĕрне анса çав ватă çынсемех чӳклеççĕ. Малтанхи сăмах: вутăш, çырлах, вутăш, çырлах! теççĕ, картусне е шĕлепкине хул айне хĕстерет, ачасене пурне те шывалла пăхса пуççаптарать, вара унтан çиме пуçлаççĕ çерçи чĕппи пăттине; унта çерçи чĕппи те, алă та çитмен сакара(?) йĕри-тавра лараççĕ те, хуранĕ çинченех çиеççĕ. Çисе пĕтерсен кайран, çав ватă çынни калать: çырлах, вутăш, çырлах, вутăш! тет, унтан ачисем те çавăн пекех: вутăш, çырлах, вутăш, çырлах! тесе кăçкăраççĕ, вара çав ватти калать: ĕнтĕ, ачасем, шывпа выляр шыв варĕнче, вара çумăр лайăх пулать, тет. Унтан ват çын килне тавăрнать. Ачасем витресемпе шыв ăсса пĕр-пĕрне хăваласа çӳресе пуç тăрăх шыв яраççĕ. Ачисем килне тавăрăннă чухне аран утса тавăрнаççĕ, хăйсем лачкам, кĕписенчен шыв юхса тăрать, хăйсем çапах пĕр-пĕрне шывпа сапассине пăрахмаççĕ. Юлашкинчен ял хушшинчи тултарнă урам каткисенчен ăса-ăса сапаççĕ. Урам каткисенче кăçан та кăçан шыв пĕтет, вара тин чарăнаççĕ, унтан вара килĕсене кĕрсе типĕ кĕпе-йĕм тин тăхăнаççĕ.

тискерĕн

тискеррĕн, дико, страшно, ужасно. N. Тискеррĕн кăшкăрса ячĕ. N. Ухмахшăн ăслăлăх тискеррĕн курăнать (кажется дикой). ЧС. Йытăсем вĕреççĕ; тулта тискерĕн туйăнать; çӳлте кăвакарчăн пек çутăскерсем вĕçсе çӳреççĕ. Сĕт-к. Тискерĕн пăхать. Смотрит дико. Сунт. Акара тискеррĕн туйăннă этеме. Шашкар. Тискер пăхса илчĕ. Взглянул страшным взглядом. Çĕнтерчĕ 60. Тискерĕн ахăрса чупса тухса тарать.

хум

хом, волна, вал. N. Тинĕс хумĕ çапса ӳкернĕ пек, хытă юстарнă вĕсене. N. Хум çапса киме шыв кӳрте пуçланă. Орау. Шыв хĕрĕнче ларса хумпа килсе ӳкессе кĕтет ку çын укçана. N. Пиçсе çитнĕ вăхăтра ыраш тинĕсри хум пек хумханса выртать. N. Халь тинĕс хĕрĕнче тăратпăр, тинĕс мĕле хом ярнине пăхса. Шурăм-п. Шыври çĕлен хум ярса, хыттăн ишсе тухрĕ, тет. КВИ. Чӳхенеççĕ хумсем, çил улать, шăтăр-шатăр юпа авăнать... Играют волны, ветер свищет, и мачта гнется и скрипит... Ib. Тинĕс хумне çапмарăм, çăлтăрсене тивмерĕм, эпĕ ача сыхларăм, ун сăпкине сиктертĕм. Изамб. Т. Çырмара хум хумхана пуçланă. N. Хумсем çыр хĕрне тухаççĕ. Волны набегают на берег. N. Ăна хумсем çыран хĕрринелле кăларса çапнă. Альш. Кăвакарчăн шыв ĕçет, çуначĕпе хум çапать. Макушк. Пурçăн çунатлă шур хурчăка ик çунатне çапать те хум ярать. УМ. Çĕршыв тăрăх савăнăç хумĕ кĕрлет çĕклесе çынсене. || В удвоении — волнуюшийся. Сорм-Вар. Хум-хум кĕпер, хум кĕпер, хумханмасăр каçмарăм; çӳл-çӳл кĕпер, çӳл кĕпер, çӳçенмесĕр каçмарăм.

кускала

коскала, учащ. ф. от гл. кус, кос. Пшкрт. Мĕн коскалан? Что ты бегаешь? N. Начар çын нимĕн тума пĕлмест, кускаласа çӳрет анчах (забегался). Ст. Айб. Пĕчĕккĕç кинĕм пур, алăкăн-тĕпелĕн кускалать. (Шăппăр). Сенчук. Икĕ кинĕ пăхса тăраççĕ, хуньамăшĕ кускала (= чупкала) çӳрет. (Алăк янаххисемпе алăк). Ст. Айб. † Кинĕмĕр те чипер çавă пур, парни-сарки çитмесен, çӳпçи тавра кускалать, ик пĕççине шарт çапать. Ядр. Кăлтрик-кăлтрик (вар. кăвак-кăвак) кăвакарçăн, ик çунатне шарт! çапать. Шемшер. † Кулук-кулук (вар. кулик-кулик) кăвакарчăн, шушлăх (вар. шуçлăх) тăрăх кускалать Бр. п. водку 14. Йытă пек кускалама, те (разве) сирĕн тарçă эпĕ? || Вертеться (вокруг чего). ПВЧ. 86 Хуньăм хĕрĕ, ай, хура хĕр, хуран тавра кускалать. Ib. 108. Çак ял хĕрĕ (девицы) коскалать пирĕн арăм поласшăн.

кут

кот (кут, кот), nates; зад, круп (лошади); cunnus. N. Кĕркуннеччен кунтах пурăнатăп-халĕ, хăнк та тумастăп (и усом не веду): кутра шăлавар пур. Якейк. Паян кот хыçма ерçмесĕр ĕçлерĕм (работал без единой минуты отдыха), вăл тата: ним те туман, тит, (а он говорит, что я ничего не делал). СТИК. Кутне куршанкă çыпçăннă, тесе выляса чупса çӳрекен ачана ĕç кутне (к делу) тăратсан калаççĕ: кутне куршанкă çыпăçрĕ ĕнтĕ, ĕнтĕ тек янкаса çӳреймĕ. Вăл, ĕмĕрлĕхе ача вăййине (детские забавы) хăварса, ĕçе тытăнни пулат. Сред. Юм. Халь хĕлле пôлнă та, пĕчик ачасĕн кочĕсем хĕсĕннĕ (им прижало хвосты-то!), пĕри те орама тохаймаççĕ. Шибач. Онта пычĕ пĕр пăлатньăк, кот хыçне портине чикнĕ (с топором за спиной). Якейк. Шойттанăн сехри хопса тохрĕ. Кота хорт кĕнĕ пек коскалат анчах. Ib. Вăл чĕлĕм тортать-и? — Тортма мар, котран кăларать! (очень много курит). || Основание. Ала 29. Пат-пат-парапан, парапан кучĕ çурăлчĕ. N. Хуран кучĕ. Дно котла. || Пень. Ой-к. † Йăвăç кассан, кут юлать. М. Васильев. О хорама кончен (= котĕнчен) те ыраттара пуçланă çынсене (киреметь). Абыз. † Тăхăр юман пĕр кутра, тураттисем пĕр майлă, çулçисем çил майлă, эпир хамăр çул майлă. Якейк. † Ик шмат-кĕпçи пĕр котран, татрăм çирĕм — тути çок. || Комель. Тайба. † Шыв хĕрринчи кĕпçене кутне кас та, шыва яр. Изамб. Т. Кантăр ĕлкĕрсен, ăна татаççĕ те, кутне касаççĕ. Яргуньк. Çынĕ каланă: кăçăл та тулă акăпăр, эсĕ кутне ил, эпĕ тăррине илетĕп, тенĕ. Чураль-к. Эпир вуниккĕн пĕр тăван, вуник ана тул акрăмăр; кучĕ (хăмăлĕ) пулчĕ хумăш пек, тăрри пулчĕ пăрçа пек. Ала 14°. Çавă йăвăç кутне виçĕ чалăш чавсассăн, унта выртать пĕр тимĕр. || Корень (числительное слово). КС. Çĕр кут палумми йывăççи лартрăмăр. || Употребляется в качестве послелога. Альш. Этемсем вут кутĕнчен (с пожара) тарнă. N. † Çĕнĕ çăпата, шур чăлха, çырма кутне (на речку) ансассăн, йĕпенессĕн туйăнать. N. Çырма кутĕнче (у речки) пĕр тĕлте, нумай пулмас, çерем пурччĕ. N. Çав кӳлĕ кутне (у озера) Сахрун ятлă чăваш йывăç пахчи тунă. Образцы. Кăвак-кăвак кăна кăвакарчăн, йăви кутне (к гнезду) пырсан, савăнать: Ib. Эпир кĕр кайас çук, çур килес çук, атте çумне кил-çурт хушас çук, кĕреки кутне (за его стол) ларса юрлас çук. Т. VI. 46. Шыв кутĕнче ытла сăмах-юмах пулмарĕ-и? Çырлах! Ст. Дув. † Сарă хĕр сана ăçтан курам, кил чӳрече кутнерех. ЩС. Çăл кутне ма пытăн? N. Пĕтĕм ăш çӳле çĕкленсе ухаççĕ те, вара апат кутĕнчен те апат çимесĕрех тухса каятăп. Кан. Пĕр сĕтел кутĕнчен тепĕр сĕтел кутне çӳрерĕм (в присутственном месте). Альш. Эпир хамăр пусă кутнерех пурăнатпăр. СТИК. Вут кутне (к огню) пыма хăрушă. Сред. Юм. Пос котне йолаччин çапах ĕçлеççĕ (кончают полевую работу после других). Ст. Чек. Витре пус кутĕнче ларат. Ib. Алăк питĕркĕччи кĕçналăк кутĕнче выртат. Г. А. Отрыв. † Савни каланă сăмаххи халь те чĕре кутĕнче.

кăвак

(кы̆вак, квак, коак), синий; сизый; серый; голубой. Ск. и пред. Пасар кăвак йĕмĕ. Ачач. 82. Чӳречисене кăвакпа сăрланă (у дома), карнисĕсене пит капăр эрешлесе пĕтернĕ. Синьял. Вăрман хĕрĕнчи кăвак пĕлĕт, тем çăвасси пур халĕ. Ib. † Вăрман хĕрĕнчи кăвак тĕтри, карĕ вăрман тăршшĕпе. С.-Устье. Кайăр кунтан, кăвак кĕреçесем! Ядр. † Кăвак-кăвак кăвакарчăн, йăви тавра çавăрнат, икĕ çунатне шарт çапать: пĕр çăмарти çук, тиет. Образцы. Кăвак кăвакарчăнăн кăвакĕ çук, шурă кăвакалăн тĕпекĕ çук. Ала 60°. Кăваках канторне те кĕрсе тăрсан, авкалантăм хура та çĕлен пек. Ст. Ганьк. † Çӳл ту çинчи кăвак юман. Собр. Кавак хирте кĕмĕл выртать (пĕлĕтсем). Чăв.-к. † Вăрман хĕррисенче кăвак пылчăк, кĕпер хывса каçса пулмарĕ. М. Чолл. Иван çавăрăнса пăхать — кăвак кашкăр (серый волк). ЧП. Аслă çул хĕррисем кăвак чечек, çулаймарăм кăвакки (синие лепестки) тăкăниччен. Микушк. † Кăвакарчăн кăвак, чĕкеç хура. Эсир (= ты) лайăх, эпир (= я) начар — эпĕ тăраймăп сирĕн умăнта (так!). N. Кăвак сурăх кĕрте ларĕ. (Сĕрĕм тини, т. е. тивни). || Сивый. Образцы 40. Кăвак-кăвак лаша та, кăтра çилхе, тураса йĕс тура витмерĕ. Ала 65. † Кăвакран кушма пустартăм, витеймерĕм кăвак утма. Альш. Вăл чӳке ялан кăвак лаша пусаççĕ. || Седой. N. Пĕр кăвак сухаллă ватă ăстарик. Ск. и пред. Кăвак ватă карчăк. М. Тув. † Кăвак пуçлă атийăм кăвакарнă укçипа кăвак лаша илсе пач (= пачĕ) пире туя парса яч, туй илемне кӳресшĕн. Кĕвĕсем. Шурти, шурта шур лаша та, шурă та пулсан, кăвак юртат. (Смысл м. б такой: «хоть и белая, а рысит по-сиврму», т. е. как сивая). С. Тим. † Хапха умĕнче кăвак пăр, ирĕлмессĕн сунатрам? || Зеленый (в перен. см.). Иштерек. Эсĕ кăвак-ха, ним те корман. Ты еще зелен (т. е. молод), ничего не видал. (Так обыкновенно говорят взрослые молодым, желая подчеркнуть их молодость и неопытность. В остальных случаях употребление «кăвак» в зн. «зеленый» неизв.).

кăвакарçын

(чит. -з'ин), голубь. Кăмак-к., Шибач., Сохрон-й. См. кăвакарчăн. N. † Кăвакарçын çӳлте вылясан çĕрте курăк саралат. (Солд. п.). N. Пĕр виç-тăват контан, кăвакарçынсам йăва йăтма пуçларĕç. Пĕчик çатракасам, вутă (сено) пăрахса панă вурăнти хыт хурасене йăтатчĕç.

кăвакарçăн

(-з'ы̆н), то же, что кăвакарчăн. ЧП. Кăвак кăвакарçăн.

кăвакарчăн

то же, что кăвакарçăн. СПВВ.

кăвакарчăн

(-ζы̆н), голубь. N. Кайăк кăвакарчăнăн çĕчĕ çук. (Такмак). Изамб. Т. † Çак тăвансем патне килмассайран, кăвакарчăнни пек чунăм савăнат. N. Кăвакарчан ӳчĕ çурри етемĕн, çурри лашанăн, тет, çанпа çиме хушмаççĕ. N. Шыв чакнине курсан, пĕр кăвакарчăна çĕр типнине пĕлме кăларса янă. Альш. Кăвакарчăн юратать, кăвакарчăнсем чуптăваççĕ. С. Айб. † Кăвак (эпитет) кăвакарчăн. Сред. Юм. Кăвакарчăн пик чуптуса çиç лараççĕ (любезничают). Ib. Кăвакарчăн какайĕн пĕр енче çын какай, тепĕр енче лаша какай, тет, çавăнпа çиме юрамас.

кăвакарччын

(-ц'ц'ын, -ц'ц'ин), то же, что кăвакарчăн. Емельк. Собр. † Кăвак кăвакăрччин вĕçнĕ чух... (То же у Paas., с конечным твердым н).

кăвик

(кы̆вик'), подр. крику утки, воркованью голубя, крику совы. Собр. † Кăвик-кăвик кăвакал, ăçта каян, кăвакал? Чураль-к. † Кăвик-кăвик кăвакарчăн, сан кил-çуртсем ăçтарахра? Ырă çын пӳрт маччийĕнче. Альш. † Кăвик-кăвик кăвакарçăн урисем, кĕпирнаттăрăн хĕрлĕ туйисем. Сорм-Вар. Кăвик-кăвик кăвакарçин, çӳле кайăп, вăль вăльăп (так!). Пазух. Кăвик-кăвик тăмани арпӳклинче чĕп сыхлать. Альш. † Кăвик кăвакарçăн вĕçтертĕм. Кĕвĕсем. Çĕр çĕклейми пӳртĕн ăшне кăвик кăвакарчăн та яртартăм!

кăвăлтат

(кы̆вы̆лдат), ворковать (голубь). Нюш-к. АПП. † Кăвак кăвакарчăн кăвăлтат: чĕпписем нумай та, сĕчĕ çук.

кăвăлтаттар

понуд. ф, от кăвăлтат. || Ворковать (сильно)? N. Кăвак кăвакарчăн кăвăлтаттарать.

кăли-кăли

(кы̆л'и-), подр. воркованью голубя. Бгтр. Кăвакарчăн вĕçсе пырса ларчĕ, тет те: кăли-кăли! ĕлĕкхине мантăн-и? тесе калать, тет.

кăлтăруклат

(кы̆лды̆рук-), ворковать. Сред. Юм. Кăвакарчăн (-џ̌ы̆н) кăлтăруклатать.

кăлтăртат

(кы̆лды̆рдат), гл., показывающий подр. стуку некоторых вращающихся предметов. СТИК. Урапа кăлтăртатса пырат. (Печĕкçĕ урапа тикĕс çĕрте кусса пырат пусан, унăн сасси питех шултăра пулмаст, пĕр еррипен кăна кусса, кăлтăртатса пырат. Пысăк урапа тикĕс çĕртен хытă кусса пырат пусан, тата вăл урапи питех тĕреклех мар пусан, е çулĕ пит хытă пусан, кăлтăртатса пырат пулат) КС. Укçа кăлтартатса кусса карĕ (покатилась); то же и в Сред. Юм. Епир çур. çĕршыв. 18. Ункă (назв. реки) çинче арман пĕвисем пур; пĕвисем патĕнче армансем кăлтăртатса авăраççĕ. || Греметь. Ал. цв. Вăрманта аслати кăлтăртатнă пек, ахăлтатса кулнă сасă илтĕнсе каять. Изамб Т. Аслати кăлтăртатат. Хăр. Паль. 32. Кăлтăртатнă сасă илтĕнет. Альш. Акă çичĕ-сакăр лав умлă-хыçлă кăлтăртатса килеççĕ. || Ворковать (голубь). Изамб. Т. Кăвакарчăн кăлтăртатат. АПП. † Кăвакарчăн кăлтăртатат, симĕсĕн-кăвакăн курăнат. || Кулдыкать (об индюке). Якейк. Пыркка аçи кил хошшинче кăлтăртатса (кы̆лды̆рдатса) анчах çӳрет.

кĕпĕрнаттăр

(кэ̆бэ̆рнатты̆р), губернатор. Изамб. Т. † Çак Исампаль ачисем кĕпĕрнаттăр ывăль пек. АПП. † Кăвак кăвакарчăн урисем кĕпĕрнаттăр вырăс туйисем.. Т. II. Загадки. Кĕпĕрнаттăрăн пуçне тутăрпа туртса çыхнă. (Кăвас чĕресĕ).

тĕклĕ

перистый, мохнатый. ЧП. Тĕклĕ ураллă тăмана. Сред. Юм. Тĕклĕ ораллă кăвакарчăн, домашние голуби. Ib. Тĕклĕ ораллă чăх ори. СПВВ. МС. Тĕклĕ курăк-пуян çын йăпăлтатса калани.

тĕпек

хохол. СПВВ. Тĕпек, хăрпу. Альш. Шурă кăвакалăн тĕпек çук. ЧП. Шур кăвакарчинĕн тĕпек çук. ЧП. Кăвак кăвакарчăн тĕпек куç. N. Кăвак кăвакарчăнăн тĕпек çук, шур кăвакарчăнăн çунат çук. Пазух. † Кăвак кăвакарчăнăн, ай, тĕпек çук, пирĕн çамрăк пуçа та, ай, телей çук (авалхи юрă). Образцы 45. † Кăвак кăвакарчăнăн кăвакĕ çук, шурă кăвакалăн тĕпекĕ çук. Ядр. Ки-ки-ри-ки сар атан, сан та пуçра тĕпек çук, пирĕн те пуçра калпак çук. Яргуньк. Кăткăтăки сар чăххи, санăн пуçра тĕпек пур, манăн пуçра калпак çук. ГФФ. † Пуç тĕпекки-масмакки. (У жены бедняка) хохол на голове — масмак. || Гребешок (у птицы). Якейк., Чертаг. || СПВВ. ЕХ. Тĕпек – çĕлĕк тӳпи. || Темя. || Икково. Атьăр ăна тĕпек туртар (за волосы, чтобы женился)

тĕр

подр. быстрому движению (бегу, полету, горению). Толст. Сасартăках йытăсем тĕр! чупса карĕç. Никит. Лаши хăраса тĕр тарчĕ. СПВВ. Тĕр вĕçрĕ. ЧП. Кăвак кăвакарчăн тĕр вĕçрĕ, мамăкĕсем çĕр тĕр юлчĕç. N. Мамăксем çĕре тĕр вĕçрĕ (перья голубя, когда он полетел). КС. Хурсам йытăран хăраса вĕççĕрĕç те, тĕкĕсем тĕрех вĕççĕрĕç.

тĕсĕ

так и надо! СТИК. Баран. 22. Тĕсĕ сана, кăвакарчăн, ӳлĕмрен çын инкекĕнчен ан кул. Ашшĕ-амăшне. Эпĕ Лисахвие аслă кăмăлĕшĕн йĕртсе хур турăм, хам аслă кăмăллă пулса тăнине пĕлмен. Тĕсĕ çав мана (поделом мне), тенĕ Кĕркурийĕ. Баран. 25. Тĕсĕ сана, шӳкке! Ст. Чек. Тĕсĕрех кирлĕ ăна. Так ему и сделует. Ib. Тĕсĕрех пама кирлĕ ăна. Так и надо его откодотить.

чакăр

(чагы̆р), назв. цвета, белесоватый, светлоголубой, голубой. Уганд. Чĕлкаш 58. Хĕрлĕ питлĕ, чакăр куçлă хĕрарăм. СПВВ. ФИ. Кăвак куçлă çынна чакăр куçлă, теççĕ. СПВВ. КЕ. Чакăр — кăвак, витĕр куракан куç. Хорачка. Чакăр коçлă çын. Альш. Ку чăвашăн сăрă куç та хура куç, пур чакăр куçли те, анчах каллах сахал-тăр вăл. Чертаг. Чакăр куç = кăн кăвак. Ст. Чек. Чакăр куç, черные глаза: зрачек и радужная оболочка совершенно черные. Ib. Чакăр куç = пысăк саланса тăракан куç. Янтик. Кăвак кăвакарчăн чакăр куç, кам куракан тулă сапсамăр. Изамб. Т. Чакăр куç, беловато-голубые глаза. Тюрл. Чакăр куç (= симĕс куç). Сред. Юм. Чакăр куç, голубые глаза. СПВВ. Чакăр шăрçа куç. || Серый. Сред. Юм. Пичче шăлнĕ пулаччин чакăр халат пулас та пичче çинче çӳрейрес. Турх. Чакăр шинел. N. Вĕсен яка тирĕ чакăр хĕрлĕпе кăвак тĕссене пĕр çĕре пуçтарса илемленнĕ. N. Чакăр симĕс çăра çулçăсем хушшинче ăраснах илемлĕ капăр тĕклĕ кайăксем пурăнаççĕ. || Седой. Календ. 1904. Ватă енне кайсан лашан хăлхи усăнса тăрать, хура лашан чакăр çăмсем, кăвак лашан хĕрлĕ çăмсем тухаççĕ. || Косой, косоглазый; имеющий серые глаза, как у лошади. Зап. ВНО. Чакăр куç, раскосой. Начерт. 193. Чакăр, косой. СПВВ. ТМ. Чакăр = шур илнĕ куç. Б. Олг. Чакăр коçлă ут, пĕр коç чипер, тепĕр коçĕ шорăллă мĕнлĕ. Пшкрт. Эй чакăр коç. СПВВ. МС. Ку лаша чакăр куçлă. Хурамал. Чакăр куç = куçне çавăрса пăхакан. Кан. Чакăр куçăма шур чатăр карнă. Юрк. Чакăр куç, разноглазый.

чун туртни

желание. Микушк. Çияссăм та килет те, çияс килет, кăвакарчăн ашне чун туртать. || Якейк. Чăхха чолпа петĕм те, чон та тортмарĕ (и не дохнула), вилсе карĕ.

хĕрхи

назв. птицы. СПВВ. См. хĕрхӳ. Н. Якушк. Куккук тунă çăмартана хĕрхи пусса кăларчĕ. Н. Седяк. Хĕрхи — хĕрлĕрех кайăк, куккук пысăкăш пулать. Нюш-к. Хĕрхи хурчăкаран хĕрлĕрех. Йăвине хăрăк юман тăрне тăвать. У пĕр тĕлте нумайччен ташласа вĕçсе тăрать. Йăви патне курак пырсан, ти-ти-ти! тет. Зап. ВНО. Хĕрхи — юла (птица) из породы хищников-кобчиков. Ib. Хĕрĕх хĕрхи чĕрни, утмăл упа чĕрни, миçе чĕрне пулать? N. Хĕрхи! Хĕрĕх çулхи хĕр парăп, пĕрре ташласа кăтарт. N. Хĕрхи, хĕрхи, хĕр парăп, хĕрĕх чăрка пир парăп. N. Хĕрхи, хĕрхи, хĕр парать, ула курак туй тăвать, тăмани туйне пырасшăн, анчах пуçĕ пысăк, тет. N. Хĕрхи, хĕрхи, хĕр парать, ула-курак туй тăвать, хурчки туйне пырасшăн, анчах сăмси пысăк, тет. СТИК. Хĕрхи, хĕрĕх çулхи хĕрне парăп, ташла. N. Хĕрхи! хĕрĕх çулхи хĕр парам, пĕрре ташласа кăтарт. Сред. Юм. Хĕрхи — кăвакарчăн пысăкăш, пôсра пôрнакан кайăк. Слакбаш. Хĕрхи — „наверное, сыч; летая по воздуху, ищет мышей и ловит их“. Стерл. Хĕрхи, кобчик. || Вертопрах. || Яз. имя женщ. Н. Седяк., Патраклă, Рысайк., Демидов. || Прозвище мужчины. Сред. Юм.

хĕрхӳ

назв. хищной птицы. См. хĕрхи. К.-Кушки. Хĕрхӳ кăшкăрсан, çумăр пулат. Юрк. Пирĕн хире хĕрхӳ килнĕ, хиртен хĕрлĕ тулăсем вăрлама. А. Турх. Пĕр тĕлте тăпăр-тăпăр туса тăрать, çӳлте: ташла, хĕрхӳ, ташла, хĕрĕх çулхи хĕрĕме парăп, теççĕ. Çуначĕпе лĕп-лĕп тутарса, пĕр вырăнта выляса вĕçсе тăрать. Кăвакарчăн пысăккăш. Хĕрлĕрех. С. Олг. Хĕрхӳ, птица. Ачасам калаччĕ: „Хĕрхӳ, ташла, хĕрхӳ, ташла, хĕр парăп! “ теччĕ. N. Çула тăрăх анам пур, çуллен тулă акаттăм, куллен хĕрхӳ ӳкетчĕ; хĕрхӳ тĕслĕ тăвансем пур, куйланса каймарĕ ăшăмра; тăвансем аса килсессĕн, каймарĕ ăшă ăйхăри тĕлĕкрен.

шарт

подр. треску. Шел. 126. Харăк-харăксем шарт-шарт! ванаççĕ, кĕленче пекех пăр саланаççĕ. С треском ломается сушняк и, как стекло, рассыпается в прах. Çутт. 17. Шарт-шарт! туса вут çунĕ, арăм кулаç пĕçерĕ. Будет с сильным треском гореть огонь, и жена будет печь белый хлеб. || Подр. удару хвостом, кнутом, прутом. Сунт. Хӳрисемпе шарт-шарт тукаларĕ те, тапратрĕ курăк çиме. Лошадь похлестала хвостом и принялась есть траву. Сенг. Унтан мана: ан ӳк, терĕ те, лашана пушăпа шарт! тутарчĕ. А.-п. й. 111. Юрланă май хăй кĕсрине пушшипе шарт! çапать. Ib. 113. Шарт! тутарать Кĕркури кĕсрине тепĕр хут. Шорк. Пĕчик кĕске пушăпа шарт та шарт çапать. Çутт. 71. Тилкепе вĕçĕпе кĕсрене шарт! тутарчĕ. Эльбарус. Ак сире çавăншăн, терĕ те, шĕшкĕ холли хуçса илчĕ те. Хĕре шарт анчах тутарса çапрĕ. Альш. Шарт тутарат та ашшĕне тыттарат, тет. Теприне амăшне тыттарат, тет. || Подр. удару грома. Малт. шк. вĕр. фиç. 113. Пĕр вĕçĕмсĕр шарт та шарт çапса, йĕри-тавра саланса кайса, хăлтăртаттарса тăрса, пĕтĕм сывлăша хумхатса ярать те, унтан каллах вăхăтлăха лăпланать. || Подр. внезапному испугу. Якейк. Мăнаçи (гром) çаппăр те, шартах сикрĕм. Б. Хирлепы. Йытти: хăр-хам! тере, тет, çынни шартах сикрĕ, тет. Сред. Юм. Эсĕ пит тарук çохăрса ятăн та, эпĕ шартах сикрĕм. Орау. Темскер эпĕ хăраса шартах сикекен пултăм (напр., при стуке внезапном и пр). ТХКА. 20. Пыйтă сăмахне илтсен, шăрка шартах сикрĕ. Чем люди живы. Симун шартах сикнĕ. Юрк. Карчăк хăраса шартах сикет. Истор. Адашев Крыма çитсе вăрçа пуçласан, тутарсем, пĕтетпĕр тесе, шартах сикнĕ. Разск. Пурин хутаççинчен те кĕмĕлсем сике-сике тухнине курсан, Яккăв шартах сикнĕ. Орау. Лаша сывмарланчĕ те, шартах сикрĕмĕр лаша вилесрен. Сред. Юм. Шарт сиктер. Сунт. Шартах сикет ун чĕри, хăйне темĕн пулнă пек, у него так и ёкнуло сердце, как будто с ним случилось что-то необыкновенное. N. Шартах сиксе вăран. N. Çывăрна çĕртен шарт сиксе вăран. Ачач. 14. Сасартăк шарт-шарт сиксе вăрана-вăрана каять. || Подр. неожиданному удивлению. Юрк. Пăхасăн, аллине кĕлĕ кĕнеки вырăнне хай шӳтсем кĕнеки çакланнине курсан, хăй те шарт тĕлĕнет. Ib. Вĕсем те вара шарт! тĕлĕнчĕçĕ. Ку кĕнекене ăçтан илтĕн, шартах хамăр чĕлхепе çырнă, теççĕ. Ib. Хайхисем, ку çак сăмаха тĕрĕс каласа парасса кĕтменскерсем, кулас вырăнне шарт тĕлĕнеççĕ. БАБ. Пирĕн ялти çынсем, çав тĕрлĕ асап курнине курсан, шарт тĕлĕнсе кайрĕçĕ, тет. N. Унтан пурте шарт тĕлĕнетчĕçĕ. || Подр. резкому удару в ладоши, удару ладонью по бедру, крыльями. С. Устье. Кайран çав охотник кулянса икĕ аллине шарт çапса тăрса пăхса юлчĕ, тет. N. Тĕлĕнсе аллисене шарт! çапаççĕ. Пазух. 91. Ай-хай-ах та, кинçем, ай, Наçтук пур, парниех те сарни çитмесен, çӳпçи тавра виççĕ çаврăнать, икĕ пĕççисене шарт çапать. Букв. 1886. Аттесем пĕççисене шарт çапрĕç. Ст. Айб. Кăвак-кăвак кăвакарчăн, шулап тăрăх кускалать, шулап хĕрне çитсессĕн, икĕ-çунатне шарт çапать. Пазух. 91. Кăвикех те кăвик кăвакарчăн шулапах та тăрăх кускалать. Шулапах та вĕçне, ай, çитсессĕн, икĕ çунаттине шарт çапать. N. Кулик-кулик кăвакарчăн, шуçлăх тăрăх кускалать, шуçлăх тĕлне çитсессĕн ик çонатне шарт çапать. N. Пĕççине шарт та шарт çапрĕ. Сред. Юм. Çавăн чол полатна, старав çынна лаша тапса вĕлернĕ тенине илтрĕм те тĕлĕнсе вĕççĕ шарт çапа тăран вит. Цив. Пĕчĕккисене хĕвеле сăхманпа чăркаса лартнă, хăйсен аллисене шарт-шарт çупаççĕ. Янш.-Норв. Шарт-шарт çупмашкĕн Чĕмпĕр алси пирте çук. Абыз. Çынсем манран юр ыйтаççĕ, манăн та юрă арчара, арча ушши арăмра! Арăм кайнă улаха, шарт çупать те сĕм ярать, йăлтăр-р-р курнан пир тăвать! Собр. Шарт! çупать те сĕм ярать (арăм), çиппи пулать ут хĕлĕх пек. || Подр. пощечине. Орау. Шарт тутарам (пощечина). Ib. Питĕнчен шарт! тутарчĕ (рукою или книгой). Шорк. Çав çын, ниме юрăхсăрскер, урама тухсассăн кама кирлĕ ăна шарт та шарт çопатчĕ. || А.-п. й. 30. Шарт! шарт! тутарса çапаççĕ (качакасем), кашни çапмассерен мăйракисенчен хĕлхем сирпĕнет. || Подр. щелканию зубами. Ачач. 69. Шăлсем шарт-шарт-шарт шартлатаççĕ (зуб на зуб не попадает). Баран. 41. Шăлне шарт-шарт шаккать (волк). || Подр. ломанию кости, дерева. Сред. Юм. Ори шартах турĕ, теççĕ, (Так говорят, когда преламывается кость голени). Ib. Пысăк патакпа та çапмарăм: ори шартах хуçăлнă. N. Шарт — перелом нетолстой вещи. Якейк. Торта шарт хуçăлса карĕ. Изамб. Т. Патак шарт! туса хуçăлат. || Ск. и пред. чув. 108. Ванать, шăтать чул тăпри, шарт та шартах çурăлса. N. Шартах (сломал так, что предмет раскололся вдоль — чĕрпекленсе). || Подр. удару волн. Шорк. Хом çыран çомне шарт пырса çапăнать. || Подр. закрыванию. Утăм. Алăка шарт! хупрĕ. Капк. Сасартăк капкăнăм шарт! туса хупăнчĕ. || Буин. Эпĕ тараккан çине пусрăм та, вăл шарт турĕ. N. Пĕр хĕрарăм кĕпесем çапать, шарт-шарт-шарт тутарать. Кан. Чăнах та урт мусăк каласа пырать: шарт! шарт! тăвать. Сала З65. Упăте тилле тытат та хӳринчен, юпа çумне шарт тутарса, çĕклесе çапать. || N. Шарт! — звук пистона. || Подр. чирканью спичкой о стену. || Абыз. Шарт-шарт çиппи, сентел çиппи шартлатать. Рак. Урлă шарт, пирлĕ шарт, каспичне (так!) тимĕр шарт. (Загадка. Чӳрече хушахи). || Очень, весьма, совсем, сильно. Альш. Хĕрсем сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Пазух. 10. Леш айккине юр çунă та, леш айккине юр çунă, и юр çунă, ку аяккине мĕн пулнă. Хĕрсем сире мĕн пулнă та, хĕрсем сире мĕн пулнă, и мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Янтик. Б. Кĕçĕр хĕрсене мĕн пулнă, шăлĕсене шарт çыртнă. Синьял. Тантăш, сире мĕн пулнă, шăлусене шарт çыртнă. Альш. Патшасем, сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. N. Шарт вилмелли çĕрте мар. (Из письма с фронта). СТИК. Шарт тухаймасăр пĕтет вара. Ну уж не может скоро выйти. Алших. Шăнкăр уяр, шарт сивĕ, Хусан хули янăрат. N. Ялта ырă çын нуммай тесе, шарт тăванăра юта ан кăларăр. || Как раз. Демидов. Пăхаççĕ, тет, чăнахах уха вĕçĕ çерçие шарт куç шăрçинченех ленкнĕ, тет.

шевле

зарница, отдаленная молния, когда виден ее свет и блеск, а грома не слышно. И. С. Степ. Шевле вылят, зарница. Тюрл. Шевле вылять (= типĕ çиçĕм). Хурамал. Шевле вылять — даже зимою бывает, также и летом, вроде молнии. Сред. Юм. Шевле вылять, тесе, çĕрле йăлтăр-йăлтăр курăнса кайнине калаççĕ. ЧП. Çӳлтеех шевлесем выляççĕ. Собр. Çӳлте шевле вылять, аннеçĕм, кĕрекисем тулли çын вылять. СПВВ. Х. Шевле çӳлте вылять-çке, шерпечĕ çĕре тумлать-çке. Самар. Инчетрен килет çăмăр çуса, хушшисенче шевле выляса. N. Йĕпе шевле çиçет. N. Çеçен хирте шевле вылять. Бур. Çӳлте кăвакарчăн вылят, аялта шевле вылят, пĕр маттур хĕр пăхса тăрат, икĕ куçĕ пĕр вылят. || Луч (солнца). Шел. 162. Хĕвел шевли. Ст. Чек. Хĕвеллĕ кун, куç-кĕски çинчен мачча çине ӳкнĕ хĕвел çутти вылянине курсан, шевле вылят, теççĕ. N. Хĕвел шевли çинче тусансем куранаççĕ (луч солнца, проникший, напр., в шалаш и пр.). N. Хĕвелĕн пĕчĕкçĕ шевли пакша хӳри пек вĕлтĕртетнине курчĕç. Тайба-Т. Шурă Атăл хĕрринче шевле вылят, ăмарт-кайăк ларнă хăвана. Шел. 75. Ватти-вĕтти-мĕнĕпех шевле пекех выляççĕ. Ib. 12З. Хăш енелле пăхсан та, пĕр май шевле выляççĕ, ăçта пăхнă, вăл тĕлте кĕнекесем вулаççĕ. Сам. 55. Тарăн улăх тĕпĕпе çутă шевле шăвăнать. || Призрак. Ст. Чек. Эп шевле куртăм. Я видел призрак (привидение).

шувшлăх

стреха. См. шывшлăх, шывăшлăх. ГФФ. Кăлтăр-кăлтăр кăвакарчăн шувшлăх тăрăх коскалать. Голубь-воркун бегает по стрехе.

шулап

застреха. N. Шулап, желоб, коим прикрывается крыша драниц. ЩС. Шулап, желоб на коньке крыши. СПВВ. ЕС. Шулап — çурт çумне улăм тăма тунă йăвăç. СПВВ. ЕХ. Шулап — пӳрт тăрне шыв каймантан, хăвăл япалана чавса, хуплаштарса хураççĕ. Сред. Юм. Шôлап тесе чĕренче витнĕ хôралтăн чăн тĕрне хоракан такана пик чавса тунă пĕренене калаççĕ. Ст. Чек. Шулапа кĕрешрен варрине ырса кăларса тунă. Хăмалласкерсенĕн тӳпе кашта çинче выртакан пуçĕсене шулаппа витнĕ. Б. Олг. Тӳпе шолап вырăнне хăма çапас. Тӳпе шолап çине хораччĕ сысна çил çĕмĕресрен, иккĕ ик енне хĕрри шолап хораччĕ (ку еккине пĕрре, леш еккине тепре). Образцы 81. Тĕренче витнĕ пӳрт çине шулап витсе кĕтĕмĕр. ЧП. Лапка-лапка юр çавать, шулап пуçне шуратать. Сала 182. Кăвак-кăвак кăвакарчăн, шулап тăрăх чупкалать. Ядр. Кăлтăрик-кăлтăрик кăвакарçин, шулап тăрăх кускалать; шулап вĕçне çитсессĕн, ик çунатне шарт çапать. Такмак. Вăл (кăркка) виçĕ çулта виççĕ çĕре анман, шав хуралтă тăрринче шулап тăрăх çунатне çапса вĕçсе çӳренĕ. Тораево. Карчăк çывăрса карĕ, тет, пӳрт шулаппи хытă чĕтĕренет, тет (от храпа). || СПВВ. КМ. Шулап, тес. || С горбинкой? Альш. Сăмса чăвашăн лапка, сайра кăна пулат шулап сăмсаллă çын. || В переносном смысле. СТИК. Çăмăлкка çынна, ăс кĕрсе çитмен çынна: кун шулапĕ витĕнеймен иккен-ха, теççĕ. Е çав çын умĕнчех ăна каламан пек пулса: аслăксене хуратул улăмĕпе витнĕ, теççĕ. Ухмахрах çын ку сăмаха хăйне каланине сисеймест, тек илĕртнĕ хыççăн каят. || N. Шулап, затылок косы, в других говорах — тăрши, çава тăрши. Якейк. Шулап, обух косы.

шулат

то же, что шулап (те доски на крыше, которым прикрыты концы досок). Алших. Шулат тăрăх шыв юхат, алă çума юрамаст. Чăв-к. Кăвак-кăвак кăвакарчăн, шулат тăрăх вĕçкелет.

шулли

то же, что шулап? N. Кăвик-кăвик кăвакарчăн, шулли тăрăх хускалать.

шурă

шорă, белый. N. Пĕчĕкçеççĕ кушма — шурă кушма, пурте шур путекĕн кăчăкĕ. Толст. 5. Куçли калать: сĕт шурă, хут пек шап-шурă, тет. Суккăрри калать: шурă тĕс апла вăл хут пекех алăра шăлтăртатать-и-мĕн? тет. Зрячий сказал: „Цвет молока такой, как бумага белая“. Слепой спросил: „А что, этот цвет так же шуршит под руками, как бумага?“ Ядр. Ман тантăшсем ялт шурă, епле уйăрлса каям-ши. Ск. и пред. чув. 3. Тимĕр тылă ашĕнче шурă шуйттан ларать, тет. Пазух. 73. Чăлт шурăран тутăр эп кумтартăм. Чув. прим. о пог. З7. Хĕвел шурĕ тухсан, çав кун уяр пулать, малалла та уяр пулать. Если солнце восходит белое, то в этот день будет ясно и вперед будет ясно. N. Çамки çинче шурă пур (вăкăрăн). Н. Якушк. Улачанăн шурри пит çинçе, кам аллисем витĕр тухнă-ши? N. Шорринчен Хвекла саппун тутарнă, ытти япаласене тапратман-халь. Хош-Çырми. Тӳнес марччĕ шорă йор çине. Хорошо бы не свалиться мне на белый снег. НР. Анатран хăпарать шора пăрахот. Снизу идет белый пароход. Хош-Çырми. Икĕ шорă çăмарта пĕçертĕм, хăшĕ сывалассине пĕлмерĕм. Сварил я два яйца, но не знал, которое из них убудет. Ск. и пред. чув. 19. Шурут çырми варринче шурă шăмăсем выртаççĕ. Якейк. Çăмарта шорă тийиса шоратмасăр çияс мар. БАБ. Юрла-юрла ĕçер-е? Юртан шурă пулар-а? Давайте пить и петь песни, и сделаемтесь белее снега. Бугульм. Шурă çĕлĕк шур юр пек, хамăр тăван чунăм пек. N. Шурă юр пусарса тăракан чăрăшсем йăшăл та тумаççĕ. N. Ушкăн-ушкăн шурă пĕлĕт иртет... НР. Апай исе пачĕ шурă тутăр. Мать купила мне белый платочек. Хурамал. Манăн шурă кĕпе пĕрреççĕх, çуса çаксан, шурă юр пекех. У меня единственная белая рубашка; если выстирать ее и повесить, то она как белый снег. А.-п. й. 93. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Хурамал. Ăлăхăттăм çӳлĕ ту çине, çыру çырайăттăм шура чул çине. Взошел бы я на высокую гору и написал бы надпись на белом камне. Ib. Çӳлĕ тусем çинче шурă курнитса. На высокой горе — белая горница. Ib. Шурă иккен куянăн урисем, хĕрлĕ иккен тиллĕн урисем. Оказывается, у зайца ноги белы, у лисицы — красны. N. Ача вилсен (лет до 5—7), тула çăмарта кăларса ывăтатчĕç. Çăмарта пăрахнă чухне те: чунна шурă чăхă ертсе çӳретĕр, тетчĕç. N. Кăвак кăвакарçăн чĕпписем — шурă кăвакарçăн сĕчĕсем, эпир аттепе анне ачисем. Бугульм. Кăвак кăвакарчăн пурте пĕр пек, çуначĕ шурри ăрасна. ЧП. Хĕрсем шуртан шурă кантăр тыллаççĕ. N. Эй, шура аппа, шурă аппа, чӳрече витĕр пăх аппа. ТХКА З0. Оксанă — хура куçлă, шурă ӳтлĕ, сар çӳçлĕ, яштак пĕвлĕ хитре хĕрччĕ те. || Альш. Çута-шурă, светло-белый. Ib. Витĕр шурă, цвет бумаги. Орау. Пĕр шурă чĕреллĕ (бледный) ача туйра вĕлерес пек ташлать. || По-белому (изба). О сохр. здор. Пӳртре хăрăм-тĕтĕм ан пултăр, çавăнпа пӳрте шурă тума кирлĕ (по-белому). Хурамал. Алăкăрсен умĕ улма йывăç, улмисем çукран илемĕ çук; пӳртĕрсемех шурă, саккăр сарă, савнă тăванăр çукран илемĕ çук. У вас на дворе растут яблони, но нет у них красы оттого, что на них нет яблок; изба у вас белая, лавки в ней желтые, но нет у нее красы оттого, что у вас нет милой родни. || В переносном значении. N. Эпĕр шурă тăвасшăн, çынсем хура тăвасшăн. Мы хотим сделать как-нибудь это приличным, а люди стараются сделать это нехорошим. || Честь? N. Сĕтел туртса си парат, питме шурă килĕ-и, тесе. || Снег. С. Айб. Уттарам-шин, чуптарам-шин аслă çулпа шурă пур чухне. || Хлебное вино (водка). Изамб. Т. Сахал пулсан: шуррине пар, тесе, тата ыйтаççĕ.

шуçлăх

то же, что сывлăшлăх. N. Кулик-кулик кăвакарчăн, шуçлăх тăрăх кускалать; шуçлăх тĕлне çитсессĕн, ик çонатне шарт çапать.

шушлăх

желоб, подстявляемый к концу дранок у крыши. См. сывлăшлăх. N. Шушлăх = шывăшлăх = шăвăçлăх. Орау. „Шушлăх“ поддерживает „чĕренче“ (а наверху „шулап“). Коракыш. Икĕ ефлеттĕр, пĕр капрал, çĕр çирĕм салтак. (Икĕ шушлăх, пĕр шулăп, чĕренчесем). Т. VI. 58. Эпĕ ял хĕрĕнче ларатăп (живу), шушлăх пуçне те пулсан пырса сыртăр (пчелы), тет. Шемшер. Кулук-кулук кăвакарчăн шушлăх тăрăх кускалать. || Желоб, по которому бежит вода из ключа. Пожар-б. || Веревочные удила. Яргуньк. || СПВВ. Шушлăх, сывлăшлăх (?).

шăлап

то же, что шулап. Яргуньк. Шăлап — в старых постройках, когда крыша крылась драницами, так назывались желоба, поддерживавшие с боков крышу. Собр. Кăвик-кăвик кăвакарчăн шăлап тăрăх кускалат, ик çунатне шарт çапат. Бур. Лапкалапка тăман çăват, шăлап пуçне шуратат. СПВВ. ФВ. Шăлап, часть строення. См. паçпик. N. Ултă уралă хуртшăн турра кĕлĕ тăватăп, çеçке вăхăтĕнче çеçкерен çеçке çӳремешкĕн лайăх кун-çул пар, эхем тур çырлах, çеçкерен çеçке çӳренĕ чухне пире те тур пар шăлап пуçне, шушлăх пуçне пур çеçкерен çеçке çимĕç тăваççĕ, чипер ала (алла) илме пар. („Пичĕке пуçланă чухнехи кĕлĕ“).

пик

подр. писку. Сред. Юм. Кошак кайăк пиклетет (или: пик! пик! тăвать). СТИК. Кăвакарчăн ами, таптанă чухне пик, пик тăват. || Подр. свисту паровоза. Шел. П. 67. Пăравуссем пĕрмай пик! пик! кăçкăрса, тут-тут-тут! çухăрса янăратса çӳреççĕ. || Свистулька. Сред. Юм. Хорăнăн çиелти шôрă хоппине сӳсе, çӳхе патак хôшшине хĕстерсе вĕрсе çôхăртаççĕ, ăна вара пик-пик теççĕ. См. пикпики.

пичурка

(пичурка), печурка. Пшкрт. Собр. Мĕн хак пичурка. (Кăвакарчăн пăхĕ). Чураль-к. Уйăх пур та, çутти çук. (Пичурка).

пулин

(пул'ин'), пусть, ну так что же? См. Оп. иссл. чув. cинт. II, 165. Регули 439. Вăл сумар полчĕ; полин, мĕскер тăвас. СТИК. Кайнă пулин вара... мана мĕн ĕç! Мне какое дело, пусть ушли. || Несмотря на то... хотя. Регули 1516. Хăва хоçа полин те, çаплах ĕçлет. Ib. 1500. Вăл пурмис полин те, эп онтан хăрамастăп. Б.-Яуши. † Кăвакарчăн кăвак та, чĕппи нумай, чĕппи нумай пулин те, ай, сĕчĕ çук. N. Хам пĕчĕккĕ пулин те, чăрмавăм пысăк пулайчĕ. Актай. Аçуна вĕлерчĕ пулин те, кайнă чух улма пулса ларăпăр, вĕсем, ăна çисе пăхсан, вилĕç, тесе каларĕç, тет. Якейк. Йăван полин Йăван çынтан колат. || Даже и... Торп-к. Хум-пуç калать тет: эсĕр уна та пулин (даже о такой малости) калатăр; эпĕ кĕсре куртăм, утмассерен тиха тăвать те, уна та пулин (даже о такой удивительной вещи) каламастăп. || Хотя бы. N. Вăл та пулин ан пăрахтăр. Менча Ч. Камăн хăйĕн аш-пăш, сăра тума хăмла-салат çукки сутăн та пулин илсе хатĕрлет (хоть купит да приготовит, т. е. хотя бы даже пришлось купить, а все-таки купит). Янтик. Салам ярса салам çитмесен, хăвăр та пулин килсе курсамăр. Ачач 71. Апла пулин те. || Кабы, если бы. СТИК. Эсĕ мана ăна каланă пулин, атту каламан мĕн туман, ыйтатăн (кабы ты говорил мне, тогда другое дело, а то чего приставать). || Урмай. Кучĕ (хлеба) хăмăш пек, тăрри пăрçа пек пысăк пулин пар. (Моленье). Т. VI, 25. Пĕсмĕлле, турăçăм-пӳлĕхçĕм, выльăх-чĕрлĕхшĕн те пулин çырлах; пĕр вĕçне картана, тепĕр вĕçне шыва пар. Кĕсре хыççăн тиха ертме пулин пар, сурăх хыççăн путек ертме пулин пар. || Иногда имеет то же значение, что пулсан. Альш. † Ăсатассăр пулин час ăсатăр: пусмăр çине тухса тĕсетĕр. Ib. Тырри пулин тырри, чăххи пулин чăххи, темĕн те пуçтаратчĕç, тет. || Из-за, ради. Ерк. 54. Мула пулин уйрăлчĕ ула утран Патерек — виçĕ тăван савăнчĕ ку лашашăн темĕн пек. || Часто входит в состав неопределенных местоимений и наречий. О сохр. здор. 20. Çавăн пек чирлĕ çынсенчен чир кирек мĕнле япалана та пулин çыпăçса ерсе юлать юлатех. || Что касается до... Ст. Шаймурз. Ашшĕ пулин, улпут пулса пурăнат, тет, ывăлĕ халĕ те патша пулса пурăнат, тет. (Сказка). Альш. Çуркунне пулин пĕтĕмпе яла шыв кĕрет. Ib. Ача-пăча çула пулин пĕрер кăкшăм ăман чавса кăларат та навус айĕнчен, каят эрттилпе Этремен хĕррине вăлта хыптарма.

пуль

то же, что пулĕ. Кан. Кайса пăхан пуль Ib. Çул иртмен пулсан, кĕретчĕ те пуль тен (возможно, что...), пĕлме хĕн. N. Эпĕр унтан иртсе килтĕмĕр, вăл та кĕç çитет пуль. Орау. Каймаçть те пуль-ха вăл паян. N. † Кăвак кăвакарчăн вĕçсе пынă чух кунĕ-çĕрĕ тĕтрелĕ пулчĕ пуль. Имен. Эсĕ охмах поль, пар-ха, пирна ĕçлесе парам. Изамб. Т. Çапла çуртшăн тăрăшнăшăн турĕç пуль ăна. Ивановка. Ун чухне эпĕ прахут ятне пĕлмен те пуль те ха, анчах аттесем каланипе анчах çыратăп.

пусăлăк

(-зы̆-), выводок. N. Пĕр пусăлăк кăвакарчăн чĕппи. См. пуслăх.

пăр

подр. быстрому рассеиванию, разбрасыванию, разлетанию на части. Шел. П. 13. Çĕре пăр! салатса ярас пек кĕрĕслетсе тăчĕ туп сасси. Толст. Тимĕр шапи чул çине персе анчĕ, тет те, пăр! саланса кайрĕ, тет. N. Ӳт вĕшĕлтетекен хуртсемпе пулĕ, пăр саланса каякан тăпра пулĕ. || Подр. быстрому повороту и вращению. Бугульм. Пĕчикçĕ лаша, тур лаша, пăрах çавăрăнса тăринччĕ. Сред. Юм. Пĕр пĕчик çйç ачана ик аллинчен тытрĕ те, пăр-пăр-пăр çаврать, тепле холли тăпăлса тохмас ачин. || Подр. порханью. См. вăр. Шорк. Пĕр пĕчĕк кайăк пăр-пăр, пăр-пăр вĕçсе иртсе карĕ. Календ. 1911. Вĕçнĕ чух вĕсем пит илемлĕ, пăр-пăр çавăрăнкаласа чуна савăнтарса, сывлăш çинче ишсе çӳренĕ пек çӳреççĕ. АПП. Кăвак кăвакарчăн пăр вĕçрĕ (быстро). || Также о насекомых. Сёт-к. Уяр, уяр! Çомăр полать, полсан пăррр! вĕçсе кай. (Говорят божьей коровке, взяв ее на палец). || Подр. дружному горению. || Подр. проборке, строгому выговору словами (когда выговаривающий слишком горячится). Альш. Лешĕ чăнах та тимес вара (не трогает): Элшелинне пичĕке ураписене те тĕртсе пăхмас; ытти ялсенче вара пăр тустарат (строго пробирает). Ст. Чек. Пăр тусса çӳрет. Он горячится.

шкантсем

Cum iam haec omnia, quae supra de aratro ligneo scripta sunt, ad typothetam essent missa, litterae mihi ex vico Кĕçĕн елчĕк praef. Tetiuschiensis allatae sunt, quae aratrt lignei descriptfonem continebant, addito insuper eiusdem simulacro, quod hie quidem inseri non potuit. Когда все помещенное выше уже было сдано в набор, я получил письмо от учителя М. Данилова (М. Яльчики, Тет. у.), содержавшее в себе описание дерев. плуга и его изображенне; рисунки здесь пропускаются. „Присылаю, пишет он, при сем чертеж чувашского деревянного плуга „ака-пуç“. Существенными частями этого старинного земледельческого орудия являются два дубовых сучка, расположенные рядом и связанные внизу двумя перекладинами, а наверху одной. Влевый сучек вставляетея шипом конец крепкой, круглой кленовой, несколько изогнутой, плахи, собственно — главной оглобли (или дышла), которая неподвижно связывается с левым же полозом при помощи крепкой стойки („сула“ или „тăмана“). К стойке и сучку пришивается сосновая доска („сурпан хăми“), а с другого бока, к сучку и стойке, пришивается другая доска, поменьше, отчего образуется трехугольная коробка. На левый и правый полоз спереди вставляется один железный лемех („терен“), в горизонтальном положении. „Тĕрен“ имеет треугольную форму и острые края. Трубка его, куда входат дерево, называется „тĕрен кăпăлĕ [к̚ы̆δы̆л’э̆. Н. А. ]. На дышле, в особое продолбленное отверстие, клином закрепляется вертикально железный резец („шăрт“), чтобы стальное острие его, обращенное вперед, пришлось перед „тĕрен“. Передний конец дышла лежит свободно на оси с двумя колесами. К середине оси, спереди, перпендикулярно прикреплен „явăрлав“ (читать: „javorlau“ [т. е. jавы̆рлав. Н. А. ]. На „явăрлав“, сбоку, есть сквозное отверстие, в которое продета веревка, зацепляющаяся за деревянный пенек („кăвакарчăн“), утвержденный на переднем конце дышла, сверху. На ходу веревка не позволяет дышлу соскользнуть с оси. На конце „явăрлав“ есть крючок, на который надевается „çăрттан“, т. е. равноплечий рычаг с точкой опоры в середнне, у отлерстия, где крючок, и с приложением двух лошадиных сил на каждом конце. Две коренные лошади впрягаются в оглобли, из которых каждая сделана из одного согнутого дугой крепкого дерева. К четырем концам коренных оглоблей прикрепляются при помощи веревок ещо две пары оглоблей для передней пары лошадей. Когда все готово, погонщак становится с левой стороны, сзади, за рукоятки берется опытный пожилой мужик, а подросток, с маленькой лопаточкой, идет сбоку и очищает застрявшую в пространстве землю у стойки. Когда пропахана первая борозда, дальше идет равномерно: „шăрт“ режет вертикально, глубиного до 2 1/2 вершков, „тĕрен“ подрезает снизу, горизонтально, вершков на 4 — 5. Подрезанная земля, поднимаясь на „тĕрен“, ударяется в отвальную доску и, перевернувшись сверху вниз, падает направо, на предыдущую борозду. Отвальная доска своим выемчатым задним краем приглаживает перевернутую землю направо, чтобы она не ссыпалась обратно в борозду. В день можно вспахать им одну десятину. „Ака-пуç“ особенно незаменим при поднятии „нови“, т. к. требуется большая сила для разрезывания задернелой земли, иногда даже с древесными кореньями, где даже ломаютса заводские жел. плуги, починка коих дороже. Кроме того, „ака-пуç“, переворачивая полосы отрезанного дерна, не ломает полос, а укладывает их сплошь, тогда как железный плуг своим крутым отвалом ломает полоски, в тем затрудняет бороньбу. Цена „ака пуç“, без железных частей, — рубля 4 — 5“.
Praeter aratra lignea hie descripta, quae iam multis locis in usu versari desierunt, atque ilia pervulgata, quae „cyxa“ nomine usurpantur, ferrea quoque eiusdem generis instrurnenta, in officinis confecta, in usum venire coeperunt, quorum partes hie infra enumeravimus. Кроме самодельных дерев. плугов, встречающихся лишь в некоторых местностях, и более распространенной сохи („суха“), чуваши, местами, уже начали пользоваться плугами заводского изделия, приобретаемыми в земских складах. Эти плуги называются у них тимĕр ака или тимĕр ака-пуç, а, иногда сохраняют заимствов. у руссках немецкое название плук (нем. Pflug).
Чувашский деревянный плуг (М. Яльчики, Тетюш. у.).
1. Ама турачĕ.
2. Аçа турачĕ. (çур турачĕ).
З. Ака кашти.
4. Сурпан хăми.
5. Кĕçĕн сурпан хăми.
6. Сули (тăмана).
7. Тĕрен.
(7а. Тĕрен кăпăлĕ, tubus vomeris quo infigitur тупан).
8. Шăрт.
9. Кăвакарчăн, paxillus.
10. Явăрлав пăяв3, funiculus.
11. Тенел, axis.
12. Урапа кускăçĕсем, rotae.
13. Явăрлав (i. q. тараса хăми).
14. Явăрлав çекĕлĕ, uncus.
15. Çăрттан (i. q. тараса).
16. Тĕп турта.
17. Малта турта.
[18. Касă епле çавăрăнса ӳкни. Quo modo inverteretur caespes, demonstratum erat, Hie omissum].
19. Тупан.
20. Ака тытки.
21. Харлавламалли вырăн, locus, qua adhibetur rallum. [7, 8 Тимĕртен тăваççĕ, шăрта (8), вичкĕн пултăр тесе, хурçă та хываççĕ (cultri acies e chalybe etiam fit), ыттисене пурне те йывăçран тăваççĕ].
Йывăç ака (Асан ).
1. Аçа турат.
2. Ама турат.
З. Тыткăчăсем.
4. Çĕр пăрахакан хăма.
5. Тăмана.
6. Турат вĕçĕсем.
7. Сапан çӳретекен винт.
8. Тĕрен.
9. Шăрт.
10. Йывăç ака кашти.
11. Çаклатмалли.
Тимĕр ака (Асан.).
1. Тĕнĕл.
2. Куччăр.
З. Пружина хулли.
4. Пружина тыткăччи.
5. Пружина.
6. Тыткăччи.
7. Çăраççи.
8. Çунатсем.
9. Тĕренсем.
10. Урапа.
11. Ака пласси.
12. Сăнчăр.
13. Пĕкĕ.
Ака-пуç (Имен.).
1. Тĕрен.
2. Пысăк сурпан хăми.
3. Çĕççи.
4, а. Ама турат.
4, б. Çăвăр турат.
5. Кĕçĕн сурпан хăми.
6. Хаччи.
7. Шăрт.
8. Пысăк тăмана пăти.
9. Кĕçĕн тăмана пăти sive автан.
10. Путек пăявĕ.
11. Ака-пуç кашти.
12. Суласем.
13. Тараса.
14. 15. Тĕп-турта пăявĕ.
16. 17. Тĕп-турта.
18. Тараса хăми.
19. Пускачă.
20. Çăвăр савăл, мăн савăл.

ака пăтти

(ага п̚ŏττиы, — п̚ы̆ττиы), sacrificium Tschuvascnorum, quod, fit tempore verno, sememe peracta, ita dictum, quia eius faciendi causa puis coqui solet. Моленье кашей по случаю окончания ярового сева. См. __Магн., 24. Сред. Юм. Тыр акса пĕтерсен кõлаçсĕм, çăмартасĕм, пăтă пĕçерсе асăнса çиеççĕ, çавна ака пăтти теççĕ. По окончании сева приготовляют и едят с молитвой белый хлеб, яйца и кашу; это называется „ака пăтти“. Н. Карм. Ака пĕтсессĕн ака пăтти чӳклеççĕ. Унта пăтă пĕçереççĕ, пашалу тăваççĕ. Ака пăтта чӳкленĕ чух çăмарта пĕçереççĕ, çынсерен, ăна вара пăтă çине ярса çияççĕ. После сева совершают моленье кашей, при чем варят кашу и пекут лепешки. Во время этого моленья варят яйца, по числу присутствующих, и едят их, положив в кашу. Н. Седяк. Ака туса пĕтерсен ака пăтти чӳклеççĕ. Çăмарта, пăтă пĕçерсе чӳклеççĕ. Сĕтеле урай варне лартаççĕ, ун çине хуранĕпе пăтă лартаççĕ. Вара килти ватă ак çапла каласа чӳклет. Чӳклеччен кĕрĕк тăхăнса хул-хушшине çĕлĕк хĕстерет. „Эй турă, пĕсмĕлле! Акнă тырă аван пултăр, пĕр пĕркĕрен пин пĕрчĕ пултăр. Пĕвĕ хăмăш пек, пуçĕ чакан пек пултăр. Иксĕлми ырлăх пар, ана тулли сурат, анкарти тулли капан пар...... Амин Ан пăрах, турă, çырлах“. Ӳксе пуççапăть, турра асăнса, виç хут. Чӳклесе пĕтерсен пĕр çăмарта хăвараççĕ, ăна вăрлăх çăмарти теççĕ. Вăрлăх çăмарти валли чăн пĕчĕк çăмарта хăвараççĕ, çăк пĕчĕк çăмартана автан çăмарти теççĕ, чăх çăмарти темеççĕ. Кăвакарчăн çăмарти пек анчах пулать вăл. Пĕчĕк, автан çăмарти пулмасан пысăк çăмартах хăвараççĕ, çав çăмартана çăкăр татăкĕ варрине хурса ана çине илсе кайса касă айне хураççĕ. Çапла ака пăтти чӳклесси пĕтет. Ĕлĕкрех ака пăттине ана çинчех хирте чӳкленĕ, халĕ килте. После весенней пашни и сева совершают моленье кашей. Приносят в жертву яйца и варят кашу. Ставят посреди избы стол, а на него — кашу в котле; потом старший в доме, надев на себя полушубок и заткнув подмыгаку шапку, молится так: „Во имя бога! боже, уроди нам хорошего хлеба; пусть от одного зерна будет тысяча. Пусть он будет ростом с тростник, а колосом с верхушку палочника (typhe). Подай нам неистощимое богатство: полон загон кладей, полно гумно скирд..... Аминь. Не оставь, боже, и прими жертву“. Призвав имя божие, он кланяется в землю трижды. По окончании моления оставляют одно яйцо, которое называют семянным яйцом. Для этого берется самое маленькое яичко, которое зовут петушиным, а не куриным, и которое бывает величиною не больше голубиного. Если нет такого яичка, то берут большое (т. е. обыкновенное) яйцо. Это яичко вкладывают в кусок хлеба и зарывают на загоне, под бороздою. Так оканчивается моленье. В прежнее время это жертвоприношение совершали вполе, а теперь — дома. Чăв кĕл. 14°. Ака пăтти кĕлли. „Е пĕсмĕлле, ырă турă, çырлах! Виç тĕслĕ тырă-пулăшăн асăнатăп-витĕнетĕп тайлă (Iеде: тайла) пуçпа, ăшă питпе, тутлă чĕлхепе. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илмелĕхне пар. Тăрри чакан пек, тĕпĕ хăмăш пек пултăр. Выççа килекене тăрантарса ямалăхне, сивве шăнса килекене ăшăтса ямалăхне пар. Амин“. Молитва, произносимая при молении кашей. „Во имя бога! Помилуй, святый боже! Прибегаю к тебе и молю тебя о трех родах хлеба, обращаясь к тебе с поклонною головою, с приветливым взором и сладкими речами. Сподобь нас от одного носеянного зерна получить тысячу. Пусть верхушка хлеба будет как у палочника, а комель — как у тростника. Подай нам средства, достаточные для того, чтобы отпустить сытым пришедшего к нам голодного и отогреть озябшего. Аминь“. Норв. Ц. „После пашни, помолившись, кладут в деревянную кадочку (ленкес) ложку каши и накрошенные яйца и зарывают назагоне („ана çине кайса вараççĕ“). Менч. Чист. „Ака пăтти — моленье после пашни или в середине ее“. Ib. Ака пăтти чӳкленĕ кун, день, в который совершается моленье „ака пăтти“. Ib. Во время „ака пăтти“ хуранĕпе чашăкне утă (scr. ута) çине лартаççĕ, т. е. котел и чашку ставят на сено. || В Череп. это моленье устраивается перед пашней (акана тухаччен), при чем каша и маленькое яйцо (вăрлăх çăмарти) зарываются на загоне.

ала

(ала), cribrum, incerniculum, решето, сито. Ст. Чек., Якей. Паян пасарта ик ала илтĕм. Сегодня я купил на базаре два решета (или сита). Карамышево. Ала шăтнă. Рогожка решета (полотно сита) прорвалась. Сирах. 50. Алана алласан çӳп-çап тăрса юлать (ubi plerique omnes: алапа leg. putant). || Eodem nom. cribrum aucupatorium appellatur. Также решето для ловли птиц. Толст. Кайăкçă кăвакарчăн тытас тесе ала тăратрĕ. Охотник поставил для ловли голубей решето.

алăк тытки

(тытки), i. q. алăк хăлăпĕ, ansa ostii, дверная ручка. Н. Карм., Череп., Вута-б. Собран. † Кăвак кăвакарчăн пулăттăм, алăкăн тытки çине ларăттăм. Я хотел бы обратиться в сизого голубя и сесть на двервую ручку.

апăрша

(абы̆ржа), miser, infelix, Слово, выражающее сожаление: бедный, жалкий, несчастный. КС., СПВВХ. КС. Эй апăрша! Ах ты, бедный! Ib. Çав апăрша вăй татăличчен ĕçлесе те пурнăçне çитереймеçт. Этот несчастный работает до изнеможения и все-таки не может хорошо обставить свою жизнь. N. Хĕрлĕ туна апăрша. (Кăвакарчăн). Красноногий бедняжка. (Загадка: голубь). || Homo dissolutus, sine lare. В Сред. Юм. так называют людей бесприютных и плохого поведения. || Homo harrulus, болтун. Янтик. Апăрша пуль эсĕ, курмасăрах лăкăртататăн пуль. Ты, должно быть, болтун, и болтаешь о том, чего не видал. Ср. [араб сăмахĕ]

калпаклă

имеющий шапку и пр. Рак. Манăн ача калпаклă çуралсан, кукамăшĕ калпакне, тирпейлесе, типĕтсе канверт ăшне чиксе, пичетлесе хучĕ. Ăна халĕ те усраççĕ. Çав калпака, ывăл авлансан, унăн арăмне памалла теççĕ. Ib. Калпаклă çуралакан ача утвитлĕ пулат, аван пурăнат, теççĕ. Орау. Ача калпаклă çуралчĕ. Ст. Чек. Телейли калпаклă çуралат, теççĕ. Тюрл. Калпаклă кăвакарчăн, голубь с хохлом.

кулик

подр. воркованью? Альш. N. † Кулик-кулик кăвакарчăн шуçлăх тăрăх кускалат; шуçлăх тĕлне çитсессĕн, ик çонатне шарт çапат.

кулук-кулук

подр. воркованью голубя. Шемшер. † Кулук-кулук кăвакарчăн шушлăх тăрăх кускалать. Правописан. сомн.?

кулӳка

неправ, начерт., вм. кулюка. Микушк. † Шулап тăрăнчи шур кулӳка шулап тăрăх кускалать. Байгул. Кулӳка чĕппи. СПВВ. ФВ. Кулӳка = кăвакарчăн.

кульăк

(кул’ы̆к), голубь. Питушк., Абыз. СПВВ. Кульăк — кăвакарчăн.

культăк

назв. птицы. Солабай. Культăк — уйăра (= уйра) çӳрекен кăвакарчăн пак кайăк.

явăç

(jавы̆с'), свиться; связаться; сдружиться; сходиться друг с другом. М. П. Петр. Хыпар № 15, 1906. Ачасем пурте пĕр-пĕринпе явăçса, пĕр-пĕрне чуп-туса: халăх хушшинче килĕшӳ пултăр, тесе, турра кĕл-тăва пуçларĕç. || Увиваться. КС. Паян çав виле (вил'э) панче кунĕпех çăхансам явăçаççĕ. || Привадиться. Зап. ВНО. Арман кутне йăтăсем явăçнă. К мельнице привадились собаки. Юрк. † Уй варринчи хурамана курак-çăхан явăçнă, явăçнă та сивĕнмест. (Свадеб. п.). Зап. ВНО. Кăвакарчăн явăçсан, çын пуять, теççĕ. Если привадятся (к дому) голуби, то человек разбогатеет. (Поверье). || Кишеть. Зап. ВНО. Ача-пăча ăçта кирлĕ, унта хурт-кăткă пек явăçать (кишат). || Болтаться, «тереться» около кого-нибудь, приставать к кому-л. Козм. Явăç, болтаться. Эсĕ ун çумăнче мĕн явăçса çӳретĕн? Что ты около него болтаешься? Смешаться (попав в число других вещей). Ст. Чек. Явăçса карĕ пулĕ. Вероятно, смешалось с другими вещами. IЬ. Явăçса (кайнă ĕçлеме) = пĕрлешсе, хутшăнса. IЬ. Явăçса кай çавсемпе пĕрлешсе кай. Об интимной связи. Хыпар № 30, 1906. Санăн арăму иртĕнет-мĕн, Евстигнейпа явăçнă (связалась), теççĕ, тет. Чебокс. Çав арăмпа явăççа çӳрет (путается) вăл. КС. Вăл çавăн арăм(ĕ) патне явăçнă (повадился, т. е. они «кусаççĕ»). Бгтр. Çав ывăлсенчен кĕçĕнни çав карчăкăн хĕрĕ патне явăçнă, тет те, кайран сивĕннĕ, тет. Младший из сыновей связался с дочерью той старухи, а потом охладел к ней. || «Путаться» с кем. Юрк. † Хура хĕрсемпе явăççа, хура-хутаç илсе хуплантăм. Путаясь с девушками-чернушками я замаялся покупать им рожки (плоды ceratonia siliqua).

явăштар

понуд. ф. от гл. явăш. || Смешивать. Хыпар № 21, 1906. Кăвакарчăн пăхĕпе явăштарнă шывпа кунне ик хут — ирпе, каçпа ― сапса тăтăм. IЬ. № 17, 1906. Тăма лайăх явăштарас тесен, лаша хăвалакан çын аванни кирлĕ. || Смешивать (тасовать) карты. Сред. Юм. Эсир картсĕне явăштарнă-и?

лăпăртат

(лы̆бы̆рдат), биться (о птице). Ильмень-к. Çак кайăк Атăла вĕçсе ӳкрĕ те, аран лăпăртатса тухрĕ. N. Хăлхана пăрçа (блоха) кĕрсен, лăпăртатать (шуршит). Чебокс. Чĕлĕм лăпăртатни („хрипение“) çанталăк пăсăласса пулать.|| Кипеть. Якĕйк. Сирн паян конĕпех хоран лăпартатать, туй тăваттăр и-мĕн? || Хлопать крыльями (при полете). КС. Лăпăртат (полёт птицы). См. лапăртат, çапкалан. N. Лăпăртаттĕр, лăпăртаттĕр — кĕрсе карĕ (влетел) пӳрте, арăм полса (голубь). Толст. Эпĕ барометра вырăнне хунă чух ман патăмра темĕскер лăпăртатнине илтех кайрăм; вăл кăвакарчăн пулнă мĕн. Тюрл. Лăпăртатать. Плещется крыльями (в воде; так и у КС.). || Болтать вздор. Якейк. Ан лăпăртат! Не болтай. Ib. Мĕн пусттой лăпăртатан-ка? Сред. Юм. Ан лăпăртатса çӳре! Не болтай!

йĕпхĕн

то же, что йĕпкĕн. Тюрл. Кăвакарчкăн кăкри çинче полать йĕпхĕн илемлĕ, йăл-йăл корăнса тăроть (кăвакарчăн пĕсехи пек илемлĕ).

вак

подр. звуку, получ. при толчении ячменя, полбы или кудели. Тогач. Варри вак, вак! чăк-чăк! (Урпа тӳни). Рак. Ир те чак, чак; каç та чак, чак, варри вак, вак. (Пăри тӳни). Ст. Айб. Ир те вак, вак; каç та вак, вак; валей, вак, вак. (Çăкăр çини). Собр. Варри вак, вак, хĕрри чак, чак. (Сӳс тӳни). || Подр. воркованию голубя. Сред. Юм. Вак-вак, кăлтрук (кăвакарчăн кăлтăруклатать).

ырçа

(ырз’а), род короба. Альш. Ырçана хупран тырă хумашкăн тăваççĕ. Сарлака, хулан хупа икĕ вĕçне пĕр çĕре туса çĕлеççĕ те пушăтпа, тĕпне те хупранах туса хураççĕ; ăна та пушăтпа çĕлеççĕ кăшкарĕ çумне. IЬ. Пĕр ырçа пула йăтнă, тет те, килет, тет. И. С. Степ. Ырçа. Орл. П, 239. Сенки малта, ырçи варĕнче, шăпăрĕ кайра. (Ĕне). Богдашк. Ача нуммаййи ырçана хупса хавар. СПВВ. Ырçа — тырă-çăнăх хумалли. Н. Леб. Ырçи шыв ĕçĕ, кăвак кăвакарчăн вăй-вылĕ. (Ĕне шыв ĕçни). || «Ырçа — сарлака катка». Щ. С.

улма-яваç

яблоня. Янтик. Б. Кăвак кăвакарчăн явисем улма-йăвăç тăррăнче.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

белый

прил.
1. (ант. чёрный) шурă; белый, как снег юр пек шурă; белый голубь шурă кăвакарчăн; окрасить в белый цвет шурăпа сăрла
2. (син. белогвардейский; ант. красный) шурă (Раççейре 1917 çулта пĕтернĕ влаçшăн кĕрешекенсем çинчен) ♦ белый хлеб шурă çăкăр (тулă çăнăхĕнчен пĕçерни); белый гриб шурă кăмпа; белые пятна на карте тĕпчемен çĕрсем; на белом свете çут тĕнчере; белые стихи рифмăсăр сăвă; средь бела дня тăр кăнтăрла; шито белыми нитками тупсăмĕ кĕретех курăнать (ултавăн); принимает чёрное за белое хурапа шурра уйăраймасть

голубка

сущ.жен.
1. кăвакарчăн (ами); голубка высиживает яйца кăвакарчăн çăмарта пусса ларать
2. кăвакарчăнăм (хĕре, хĕрарăма ачашласа калани)

голубь

сущ.муж., множ. голуби
кăвакарчăн; голуби воркуют кăвакарчăнсем кăвăлтатаççĕ; белый голубь — символ мира шурă кăвакарчăн — тăнăçлăх символĕ

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

турман

турман (вĕçнĕ чухне чикеленме пултаракан кăвакарчăн ăрачĕ).

хохлатый

тĕпеклĕ, тĕпекеллĕ, тĕклĕ пуç тӳпиллĕ (кăвакарчăн).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

величина

ж. 1. (размер) пысăкăш, аслăш; озеро громадной величины тем пысăкăш кӳлĕ; птица величиной с голубя кăвакарчăн пысăкăш кайăк; 2. мат. пысăкăш; постоянная величина улшăнман пысăкăш; переменная величина улшăнакан пысăкăш; 3. перен. (о человеке) паллă çын; он крупнейшая величина в науке вăл наукăра питĕ паллă çын.

ворковать

несов. 1. кăлтăртат, кăвăлтат, кăвиклет (кăвакарчăн çинчен); 2. перен. ачашшăн калаç (кăвакарчăн пек).

голубиный

прил. кăвакарчăн ⸗ĕ [⸗и]; голубиное гнездо кăвакарчăн йăви; голубиная почта кăвакарчăн почти.

голубка

ж. 1. (самка голубя) кăвакарчăн ами; 2. перен. ласк. кăвакарчăнăм, чунăм.

голубь

м. кăвакарчăн; домашний голубь килти кăвакарчăн; дикий голубь вăрман кăвакарчăнĕ; ◇ голубь мира мир кăвакарчăнĕ.

голубятина

ж. кăвакарчăн ашĕ (е какайĕ).

голубятник

м. 1. (любитель голубей) кăвакарчăн юратакан çын; 2. (ловчая птица) кăвакарчăн хурчки; 3. разг. см. голубятня.

голубятня

ж. кăвакарчăн хупмалли, кăвакарчăн карти.

гонять

несов. 1. см. гнать 1—3; гонять стадо на водопой кĕтĕве шыв ĕçтерме антар; 2. разг. (посылать) хăвала, яр (пĕр-пĕр ĕçпе); ◇ гонять лодыря (или собак) йыт хăвала, ĕçсĕр аптăра; гонять голубей кăвакарчăн вĕçтер.

незабудка

ж. кăвакарчăн куçĕ.

сизый

прил. кăвак (кăвакарчăн).

символ

м. символ, палла; белый голубь символ мира шурă кăвакарчăн — мир символĕ; символы химических элементов хими элеменчĕсен символĕсем.

турман

м. турман (кăвакарчăн ăрачĕ).

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

кăвакарчăн

күгәрчен

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Taube

kăvakarcăn
кăвакарчăн

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

кăвакарчăн

«голубь»; Замахш. кӧверчкен, алт. В гогорчын, азерб. кӧәрчин, туркм. гӧгерчин, тур. гӳверджин, кумык, гёгюрчюн, кирг. когӳрчкӧн, казах., ног. кӧгершин, башк. кӳгәрсен, тат. кӳгәрчен, урянх. кӧгӧрзин «голубь». Происходит от кӓвак «синий», «седой».

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

вăтам вăрман кăвакарчăнĕ

см. кăвакарчăн

кăвакарчăн

(кулюкка, кăвăлти) голубь, сизый голубь — columba livia [кăвак тĕслĕ вĕçен кайăк]; вăтам вăрман кăвакарчăнĕ (вăтам ула тăпа) клинтух — columba oenas; пĕчĕк вăрман кăвакарчăнĕ (пĕчĕк ула тăпа) горлинка, горлица — streptopelia turtur; пысăк вăрман кăвакарчăнĕ (пысăк ула тăпа) вяхирь — columba palumbus; чулту кăвакарчăнĕ каменный голубь (скалистый голубь) — columba rupestris [Азире тусем хушшинче пурăнакан кайăк]

кăвăлти

см. кăвакарчăн

кулюкка

см. кăвакарчăн

пĕчĕк вăрман кăвакарчăнĕ

см. кăвакарчăн

пысăк вăрман кăвакарчăнĕ

см. кăвакарчăн

ула тăла

см. кăвакарчăн

чул ту кăвакарчăнĕ

см. кăвакарчăн

Çавăн пекех пăхăр:

кăвакарçын кăвакарçын йăви кăвакарт кăвакартса усра « кăвакарчăн » кăвакарчăн куçĕ Кăвакарчăнлăх кăвакарчăнла кăвакарчин кăвакарчин шăтăкĕ

кăвакарчăн
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150