Шырав: касак

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

есаул

есаул (касак чаçĕнчи офицер чинĕ)

казак

см. касак I. 1.

калпак

1.
головной убор облегающего типа,
перевод зависит от контекста:

колпак, капор, чепец, шапочка, шапка т. ыт.
ача калпакĕ — (детский) чепчик
çыхнă калпак — вязаная шапочка (женская)
хĕр калпакĕ — старинный свадебный головной убор девушек в виде длинного мешочка
шерепеллĕ калпак — колпак с кисточкой
ман пуçăмри шур калпак мамăклăрах пулинччĕ — фольк. если бы белая шапочка на мне была еще более пушистой
Пĕр калпак айĕнче çичçĕр касак. (Мăкăнь). — загадка Под одной шапкой — семьсот казаков. (Головка мака).

касак

I.

1.
казак
казацкий, казачий

касаксем — казаки, казачество
касак арăмĕ — казачка (жена казака)
касак хĕрĕ — казачка (дочь казака)
Дон каcакĕ — донской казак
Запорожье казакĕ — ист. запорожский казак, запорожец
касак станици — казачья станица

касак

2.
беглец
бродяга

касакра çӳре — 1) бродяжничать 2) слоняться 3) шляться прост.



касак яшки
диал. картофельный суп

II.
касак катки — пожарная бочка
касак шывĕ — вода, приготовленная для тушения пожара

сăнă

1.
копье, пика
касак сăнни — казачья пика

сотник

ист.
сотник (офицер чинĕ)
касак сотникĕ — казачий сотник

станица

станичный
касак станици — казачья станица
станица совечĕ — станичный совет
станица сыпни — станичник

утаман

атаманский
касак утаманĕ — казачий атаман

хорунжи

ист.
хорунжий (касак офицерĕн чинĕ)

шашка

II.
шашка (хĕç) [кабардин sešxo — вăрăм çĕçĕ]
касак шашки — казацкая шашка
шашка йĕнни — ножны шашки

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сак

лавка для сиденья. N. † Мана курайман тăшмансем сак хыçĕнче лартăр сакăр çул. Урмай. Ухмах саканче çăмарти çинче: ка-ка-как! тесе ларать, тет. Унтан касак сак уçрĕ, тет те, çынна çӳçĕнчен тытса кăларчĕ, (тет). Юрк. Ларакан сак таврашĕ: сак, сак-урати, сак-ури, сак-хăми, сак-ырни (хăма выртакан çĕр), сунтăх; сак айне путек яраççĕ. Собр. Пĕр сакка уçсан, сакăрвун салтак сиксе тухĕ. (Сурăх пăхĕ). Чураль-к. Пĕр сака уçăп та, хĕрĕх салтак сиксе тухĕ. (Сурăх сысни). Пазух. Хапхăрсем вырăсла, ай, уçмашкăн, пусмăрсем те çӳлĕ улăхмашкăн, алăкăрсем чалăш, ай, кĕмешкĕн, урайĕсем яка, ай, утмашкăн, саккăрсем сарлака, ай, лармашкăн, ятăрсем те чаплă, ай, илтмешкĕн. Яргейк. Ĕмĕр сакки сарлака, теççĕ. (Послов.) || Скамья. Кугеева. Шел. 123. Тĕл-тĕл йăвăç кутсене... туса хунă хăмапа ларса тăмалли саксем. N. Сак, скамейка (напр., в саду; так у многих). См. скамье. || Стольчак.

сĕрен

назв. обряда изгнания из жилищ душ умирающих. Н. Седяк. Кĕçнерникун каçпа ачасем „сĕрен тăваççĕ“. Ăна ак çапла тăваççĕ. Пухăнаççĕ çамрăкрах ачасем, пĕр-пĕрин хушшинчен начальниксем хурса пĕтереççĕ: пĕрне старшина тăваççĕ, голова тăваççĕ, староста тăваççĕ, казначей тăваççĕ, возовой тăваççĕ, музыканщик тăваççĕ, йăвăçран шатăрмак тăваççĕ, шатăртаттарса çӳреме. Унтан вара вĕсем хулăсем илсе килĕрен çӳреççĕ, çăкăр, çăмарта, укçа пуçтарса. Килсе кĕрсенех: сĕрен! тесе ушкăнĕпе кăшкăраççĕ, тата хулллисемпе: чир-чĕр кайтăр, тесе çапаççĕ. Купăс калаççĕ; шатăрмакпа шатăртаттараççĕ, ташлаççĕ. Хуллисем вĕсен пилеш йăвăççи пулать. Çак ачасем çĕрле çӳреççĕ. Пĕр-пĕр килле килсе кĕрсен, вĕсем хăйсем сăра ăсаççĕ, хăйă хăйсем çутаççĕ, сăрине те хăйсемех ĕçтереççĕ. Хуçасем голова’сем умĕнче, старшина умĕнче тĕк çех тăраççĕ ура çинче. Сăра ĕçкелесен, ташласан, вĕсене хуçасем параççĕ: укçа казначей’е, çăкăрне возовой’а, çăмартисене çăмарта пухакана параççĕ; вара хуçасене пуççапса тухса тепĕр киле каяççĕ. Пурин патне те çӳресен, вĕсем ялăн анат вĕçне тухса, çăмартисене пĕçерсе чӳклеççĕ те çиеççĕ. Укçисене валеçсе илеççĕ. Хăйсем вут урлă каçаççĕ, шатăрмакĕсене те çунтараççĕ. Ялта çăмарта, çăкăр, укçа пухса çӳренĕ чух тутара курсан, хуллисемпе голова'па старшина хушнă тăрăх хĕнеççĕ. Тутарсенчен укçа ыйтаççĕ; укçи пулмасан, тӳпеттейне илеççĕ. Сĕрене çапла тăваççĕ. ЧС. Пирĕн таврара пур чăваш ялĕнче те авалхи йăлапа сĕрен тăваççĕ. Ăна чир-чăр тасалтăр тесе тăваççĕ. Сĕрен эрне тенĕ чухах, сăрасем туса, пурне те хатĕрлесе, сĕрен кунĕ ĕçĕпĕр-çийĕпĕр тесе, хавасланса кĕтсе тăраççĕ. Ib. Тата ачасем сĕренте, кăшт катса çӳреме тесе, майăрсем, хĕвел-çавăрнăшсем, хура-мăйракасем, канфетсем илеççĕ. Сред. Юм. Сĕрен тесе мункун чухне килĕрен килле патаксĕмпе çапса çимĕçсĕм пуçтарса çӳренине калаççĕ. Етрух. Чăваш хушшинче епле сĕрен пуху пулни. Сĕрен пуху пулнă мункун эрнинче, е кĕçкерникун, е шăматкунсенче; тунă уна акă çапла: çамрăк авланман ачасем питĕ нумай пухăнаççĕ. У ушкăн çинче пĕри пĕр çĕклем хулă çĕклесе çӳрет, ытти ачасенче те пĕрер хулă чăвăклаттарса çӳреççĕ юрăпа. Чи малтан пуçланă чухне пур ачасем те уя тухса вут питĕ выйлă хураççĕ: вутти урлă пур ачасем те сике-сике каçаççĕ, урлă та пирлĕ, вара сĕрене шатăртаттараççĕ, юрласа; унта вара яла тавăрнаççĕ те, килĕрен юрласа шатăртаттарса сĕрене çӳреççĕ. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. Юрри усен (вĕсен) акă çапла: „Пире сăра памасан, пички пăкки хуçăлтăр, пире чăкăт памасан, ĕне сĕтне типĕттĕр, пире çăмарта памасан, чăххи, кучĕ питĕрĕнтĕр!“ теççĕ. Хуллипе чăвăклаттараççĕ, сĕренĕпе, шатăртаттараççе: çапла хапхаран килсейрен кĕрсен юрлаççĕ; кăшин хулли хуçăлсан, у (вăл) тата çĕнĕрен хулă çĕклесе çӳрекенрен илет, вара кил хуçи кил карти варне сĕтелне усем пырас уммĕн хатĕрлесе лартать, унта пĕр витре сăра лартать, виçĕ çăмарта хурать, чăкăтне те, кулачĕне те хурать, пырса кĕрсен сăрине унтах ĕçсе яраççĕ, çăмартине, чăкăтне, кулачне сĕрен пуçĕ такмакне чикет, вара каллех чăвăклаттарса сĕрене шатăртаттарса килĕрен киле çӳреççĕ. Çӳресе пĕтерсен, каллех вут хĕрне тухаççĕ, çĕрле унта вара такмакран сĕрен пуç çăмартасене, чăкăтсене, кулачсен — пурне те пĕр пек валеçсе парать ачисене, унта çисе пĕтерейменнине ывăтса пĕтереççĕ: киремете çитер куна, тесе, киле илсе таврăнмаççĕ. Унтан вара хуллисене вут хĕрне пăрахса хăвараççĕ. Сĕрене ӳлĕм валли пуçтарса хураççĕ. Ялта ачасем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ савăннипе вара кайран. Çапла чăвашсем киремете хисеплесе савăнаççĕ. Нюш-к. Сĕрен — назв. обряда, который заключается в следующем: на пасхе вечером парни ходят по деревне и под окнами поют: просят яиц и пр. Если не дадут ватрушек и пирогов, то говорят: пусть печь обвалится; если не дадут яиц, то говорят: пусть куры не несутся. Максимкино. Сĕрен бывает в субботу на пасхальной неделе. „Сĕрен каласа çӳреççĕ“. Сĕрен будто бы трещотка, которая трещит: „чăр-чар“. СПВВ. Сĕрен или вирĕм, особое игрище. N. Кашни ял чӳк тума тапратиччен чăн малтан сĕрен тунă (как бы начало всех жертвоприношений). Ст. Яха-к. Унтан вара пĕтĕм сĕренте çӳренĕ халăх уя, ял тулашне, сĕрен пăрахма каяççĕ. ЧС. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ, сĕрен хăваланă чух ташлама тесе. Ib. Сĕрен пур ялăн та пĕр вăхăтрă килмес: хăш ялта мункунта тăваççĕ, хăш ялта акана тухас умĕн тăваççĕ, хăш ялта çимĕкре тăваççĕ, тата хăш ялта аслă уй-чӳкре тăваççĕ. Н. Ильм. Мункун иртсен тепĕр кунне тунтикун прик-виç ача пĕр çĕре пухăнаççĕ те сĕрен тăваççĕ. Унта ытти ачасем пухăнаççĕ. Вĕсем вара касă тăрăх çăмарта пухма каяççĕ. Çӳресен-çӳресен, пĕр-пĕр пӳрте кĕрсе пĕр-пĕрне чир-чĕр кайтăр тесе çапаççĕ... Унтан вара масар çине кайса сĕренне çĕмĕреççĕ те, вилнисене хываççĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем тата уй-чукĕ тунă каçах (в день уй-чук’а) сĕрен тăваççĕ. Вĕсем çав сĕрен тунипе: ялти усал-тĕселсене хуса кăларатпăр, теççĕ. Альш. Ача-пăчасем, çамрăксем, пĕрин патĕнче пăтă пĕçереççĕ, Чӳклеççĕ. Каçпа сĕрен хăвалаççĕ. Пурте патаксем, шăпăрсем, çавасем илеççĕ, тет. Шăк-шăк, шăн-шăн! пурин çуртне урам тăрăх шаккаса тухаççĕ, пĕр чăхха хире хăвараççĕ. ППТ. Пирĕн таврара чăваш ялĕсем кашни çул сĕрен тăваççĕ. Çав сĕрене вăсем кашни ял тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ: хăшĕ Питравра уй-чӳкĕнче тăваççĕ, хăшĕ çимĕкре, анчах мĕшĕн апла тунине пĕлместĕп. Пирĕн ялăн хамăрăн мункунта тăваççĕ. Ib. Мункун ернинче ытларикун ачасем тăрсассăн ирех апат тăваççĕ те сĕрен хăвалама хатĕрлеççĕ. М.-Яуши. Чăвашсем тата сĕрен тăваççĕ. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тенĕ чух тапранать. Вара шăматкун ир пĕр çын патне пухăнать. Унта вара ват çынсем пуçтарнаççĕ. Вара унта ваттисем тĕрлĕрен ĕçлĕ çын уйăраççĕ: касак, улпут, касначчей. Тата унта ачасем те пуçтарнаççĕ, темĕн чул нуммай. Вара касакĕ ачасенчен ыйтать: сирĕн хăнкăла йĕнни пур-и? Ачасем пурте шанкăран хăнкăла йĕнни туса пыраççĕ çав пӳрте. Ĕçлĕ çынсем ачасенчен ыйтаççĕ: хăнкăла пур-и йĕннисенче? теççĕ. Ачасем хăнкăласем чикеççĕ, йĕннисем çине кăтартаççĕ. Çав вăхăтра ваттисем сĕтел хушшинче лараççĕ сăра ĕçсе. Унтан виç çавра юр юрлаççĕ. Тата ваттисем ачасене вăт çапла кăшкăрма хушаççĕ: сĕрен. Тата тепре: хăнкăла! тесе кăшкăраççĕ. Хăнкăлана хăнкăла çиять, таракана таракан çиять, теççĕ ачисем. Унта шăпăр калаççĕ, ташлаççĕ. Касакăн аллинче улăмран тунă нухайка пур, çав нухайкапа кил хуçисене виçшер çапать, уна вăл, чир-чĕр кайтăр тесе, çапать. Унтан ачисем пурте ӳксе пуççапаççĕ кил хуçине: каçар, тесе. Ачисем вара кашни пӳртрен çу, сĕт, çăмарта, кĕрпе пуçтарса çӳреççĕ, ваттисем хушнă тăрăх яльпех çапла çӳресе пĕтереççĕ. Ваттисем кашни пӳртре сĕтел хушшинче лараççĕ. Ун чух вара вĕсен сăнĕсем вилнĕ çын сăнĕ пек пулать, куçĕсем хĕп-хĕрлĕ пулса каяççĕ. Вара çав каçах ял тулашĕнчи çырмана кайса пуçтарнă кĕрпепе пăтă пĕçерсе çияççĕ пурте. N. Малтан сĕрене лашасем ячĕç. Асан. Сĕрен, изгнание покойников. Ст. Яха-к. Пирĕн ялсем тата мункун тепĕр кунне, тунтикун каç, вилнĕ çынсене хывса сĕрен тăваççĕ. || Название инструмента, похожего на шăппăр, пузырь. Слеп.

çунтар

(с’упдар), понуд. ф. от гл. çун, жечь, обжигать. N. Тата тепĕр чăваш икĕ куçсăр пулчĕ: куçне тупă пулькки, патне ӳксе, çурăлса кайса, çунтарса пăрахрĕ. Шурăм-п. Куç ыратсан, ăна çунтарнă эрех шывĕпе сĕрĕр (йĕпетĕр). Слакбаш. Исвис (исвĕс) çунтараççĕ. Жгут известь. || Жечь (о солнце). N. Питĕ шăрăх, çонтарсах ярать; кĕпе-тонтир çавăнпа питĕ пĕтет. || О повышенной температуре тела. Якейк. Мана çăрккаç çонтарса прахрĕ. В прошлую ночь у меня был жар. || О жаре в лице. Собр. Пит-çăмарти çунтарсан, çын калаçат, тет. || О действии некоторых жидкостей и др. веществ. Юрк. Ĕнер хыта ĕçнĕ çыннăн çăварне эрехĕ, хăватлăскер, вут пек çунтарса анса каят. Сĕнтерчĕ 34. Ай-яй! Пĕтертĕр! Çунтарать! ||О крапиве. Ой-к. † Сикрĕм-пăхрăм вĕтрене те, кут çунтарса янă мĕн. || Мучить жаждою. N. Тĕрмере усранă чухне ăна çиме памасăр выçăпа асаплантарнă, ĕçме памасăр ăшне çунтарнă. || Протопить (печь). Толст. Вут хутса çунтарсан, анне те тумланчĕ. Сунт. Манăн халь кăмака хутса çунтарас пулать. Баран. 139. Хĕвел ăшши çунтарсах илет: чулсем, хăйăрлă çĕрсем, тата ытти тĕрлĕ япала та хĕвел ăшшипе пĕçерекен пулать. || Ходить бойко и бодро. Янтик. Ачасем çунтарса çӳреççĕ урам тăрăх (шатаются бойко и бодро). Альш. Каят касак пек çунтарса. Ск. и пред. чув. 98. Шыракансем таврăнчĕç, лашисене çунтарса (замучив). || Делать энергнчно. Орау. Атя, çăпатана çунтарар (давай плести)! Ск. и пред. чув. 5. Чĕкеç кинĕ ахаль те ĕçне тăвать çунтарса, карчăк çапах Чĕкеçне вăрçать ĕçне туманшăн. Ib. 81. Татах тепĕр тапхăрне туйне турĕç çунтарса. || Бить (а особенно кнутом, прутом, когда удар производит как бы ощущение ожога). КС. Çунтар, бить (кого), напр., кнутом, прутом. Чирикеево. Çунтарса килем-ха эпĕ ăна! Вăл картла выляма вĕренесшĕн-им-ха! Сред. Юм. Çôнтартăм, сжег, прибил. N. Пушă илчĕ те: ак сана улма! ак сана улма! тесе, çунтара пуçларĕ. Сĕт-к. Виçĕ йоплĕ чĕн пуши (его) кастарать те çонтарать. Рак. Икĕ хĕрринчен çунтартăм, вăта çĕртен сыстартăм. (Çăнăх аллани). || Беспокоить, заставлять беспокоиться, огорчать. Ал. цв. 4. Шыракан япалине хăй пĕлмесен, ăна епле шыраса тупмалла, çавă мана пит çунтарать. Кив-Ял. † Савни урăхне кайсассăн, çав çунтарать чĕрене. (Вăй юрри). N. Укçа çукки çунтарат. N. † И, çӳлĕ тусем, ай, пуçĕнче, лашасем вылятаççĕ тутарсем, пире çунтаракансем, ай, матурсем. N. Çыннăн ăшне çунтарассăм килмерĕ. Не захотелось огорчить людей (напр., страшными рассказами о войне). N. Авалхи тусçăм халте çӳрет, лăпланнă чĕрене çунтарса. || Сред. Юм. Çунтарать, 1) очень жарко, 2) очень хочется.

çӳре

(сӳрэ), ходить, ездить, двигаться. Н. Сунар. Кинĕ ларать, хунямăшĕ çӳрет. (Алăкпа алăк янаххи). Кн. для чт. 6. Урисем унăн çӳремен, куçĕсем курман, хăлхисем илтмен, шăлĕсем пулман. Регули 767. Эсĕр сарлакарах тăвăр, орапапа çӳремелле полтăр. Ib. 609. Эп çӳремелли тояна çохатрăм. Ib. 161. Çавăнта çӳренипе (çӳренипеле) ăвăнтăм. Вомбу-к. Çӳрекен çӳрме тупнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Çӳрен каска якалнă, выртан каска мăкланнă. (Послов.). Ib. Çавăнпа çӳренĕçĕм иксĕмĕр таппа хирĕç полтăмăр. Мы с ним ходили, ходили — встретились... Ib. Çӳренипе пуяс полсан, такçанах пуймалла та эпир, ни пуйни çок, ни чысти çôка ерниех çок. Если судить по нашим трудам, занятиям, хождениям на заработки, давно бы мы разбогатели... ТММ. Хĕр шырама çӳрекен çыннăн картишĕнчи пус валашкине ӳпĕнтерсе хурсан, хĕр час тупаймаст, тет. К.-Кушки. Пасара çӳретне эс? Ходишь-ли ты на базар? N. Çӳрекене шăмă тупăнат. Кан. Çӳресен-çӳресен „Хозсельсклад“ тенĕ лапкана пырса кĕтĕм. N. Хула тăрăх хутпа çӳретĕп. Разношу по городу бумажки. Орау. Асăрханарах çӳрĕр, ачамсем! Будьте осторожнее. АПП. † Ылттăн турпас çуттипе Аçтăрхана çӳрерĕм. Альш. Уттари, чуптари (уттарар-и, чуптарар-и?) çӳремешкĕн пирĕн кӳлнĕ утсем начар мар. Регули 41. Манăн утсам килте пор çӳремеллисем. Ib. 40. Кусам çӳремелли утсам; ку утсам çӳремеллисем. || ТХКА 85. Пысăк кĕтĕве йышсăр кĕтме хĕн. Çавăнпа хампа пĕрле кĕтĕве çӳреме икĕ тутар ачи, икĕ чăваш ачи тытнăччĕ эпĕ. || Приходить (куда). Орау. Эп ăна 8 сахатра килме (çӳреме) хушнăччĕ. N. Мĕн тума çӳретĕн! Ск. и пред. чув. 6. Çĕрле çӳрес хăнам çук, утах хăвăн çулупа! || Плавать. Чураль-к. Сакайĕнче çар иртĕ. (Хĕлле пулă çӳрени). || Вести (общественную работу). Ала 89. Халăх çинче çӳрекен çын. || Ходить (о болезни). Çутт. 85. Чир çӳренĕ вăхăтра чĕрĕ шыв ан ĕçĕр. || Ходить (в картах). Изамб. Т. Санăн çӳремелле. || Обходить дома (с визитом). Альш. Тепĕр кунĕ кунĕпе хăнасем каяççĕ „çӳреме“. N. Пĕтĕм яла çӳресе пĕтерсен. || Гулять, прогуливаться. К.-Кушки. Эпĕ паян аслă улăха çӳреме кайрăм. || Гулять (кутить). Чăв. й. пур. ЗЗ. Тата пĕр вăхăтра салтака каймалла ачасем ялта çӳренĕ чух, çав Прухха пĕр ачанăн пилĕк тенкĕ укçине ĕçсе пĕтернĕ. || Ходить с намерением, хотеть, желать, стараться, норовить. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм тата упăшкине вĕлересшĕн çӳрет, тет. Рак. Кăчунехи ывăл-хĕр хăй пуç пулма çӳре-çке (= çӳрет-çке). Юрк. Эсĕ кĕнеке кăларнине илтсенех, эпĕ темĕн тĕрлĕ савăнсаттăм, пĕр вăхăтра темĕн пек туянма çӳресе те ниепле те туянаймарăм. Трхбл. † Ĕнтĕ ир те пĕччен, каç та пĕччен, чунăм пĕччен выртма çӳремест. (Солд. п.), С. Тим. Туттăр парса вырнаçсан, хăй те пыма çӳрет-çке (девушка. Пыма çӳрет — хочет итти, илме çӳрет — хочет взять или купить). N. Çакăскер мана вĕтес тесе çӳрет-ха та, темĕн, пултарайĕ-ши! Яргуньк. Мăн хурчка пулса хур акăшĕнчен çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет; хăпарсан, çав хур акăшне тапасшăн çӳрет, тет. Хурамал. Çав çынсене шуйттан пит вăрçтарасшăн çӳрет, тет. В. С. Разум. КЧП. Вăл çынна усал тăвасшăн анчаж çӳрет. Кĕвĕсем. Аппа ука тĕртет-çке, çутă пулма çӳрет-çке. С. Тим. † Кӳршĕ хĕрĕ кӳрнеклĕ (полная и с красивыми формами тела), туттăр пама çӳрет-çке. || Находиться, пребывать (о предмете, переходящем с места на место). Н. Седяк. † Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç, арçын аллинче çӳрет. О сохр. здор. Кайран пĕри сивĕрен пăсăлса чирлесе каять, тепĕри сывах çӳрет. Чеб. † Анне ывăлĕ пуличчен, хĕреслĕ тенкĕ пулас та, анне умĕнче (на груди) çӳрес-мĕн. ЙФН. † Атти ывăлĕ пулаччен, кĕмĕл çĕрĕ пулас-мĕн, ырă хĕр аллинче çӳрес-мĕн. Перев. Çак асаннен лăпкă каласа панă сăмахсем яланах ман асра çӳретчĕç. N. Рента (аренда) укси пит пысăк пулсан, çĕр-хакĕ те çӳлте çӳрет. N. † Порçăн тотăр полăттăм, хĕр поçĕнче çӳрĕттĕм; йолимарăм, çӳримарăм. Кан. Куç хĕррисем нихăçан та типĕ çӳремеççĕ. Ib. Хăш çынăн куçĕсем хĕп-хĕрлех çӳреççĕ. Ядр. † Ати çури пуличчен, ылтăм шăрçа пулас-мĕн, ыр çын хĕр мыйĕнче çӳрес-мĕн. N. Ывăлăмăра мĕншĕн ятăн эсĕ? Вăл хамăр куç умĕнче çӳренĕ чух мĕн пур шанчăкăм çавăччĕ. N. Темĕскер кăшăлĕ вăл, тахçанах кунта çӳрет (валяется, находится здесь). || Находиться в каком-либо положении. N. Мĕскĕн телейсĕр чун йытă тырĕнче çӳрет. N. Пит-куç савăнăçлă çурет. || Бывать. К.-Кушки. Иван патне çӳретне эс? Бываешь-ли ты у Ивана? Ст. Чек. Нумай ахутара çӳренĕ те, кун пек япалана курманччĕ. || Жить. Юрк. Хам пĕр майлă çӳретĕп халĕ. Живу потихоньку. Изамб. Т. Пит çӳрейместпĕр. Ман çак ачана темĕскер пулнă. Не очень-то хорошо живем. Не знаю, что случилось у меня с этим ребенком. Н. Карм. † Шухăшламан чухне, тăван, çӳретĕп, шухăшласан чĕлхем çыхланать. Ib. † Çӳренĕ чух эпир çӳрерĕмĕр, сăртран сăрта юртакан пăлан пек. || Употребляться. Юрк. Пашалу вăл кирек хăçан та çиме çăкăр вырăнне çӳрет. || Заниматься (чем). N. Сутупа çӳресе. || Лезть. N. Ан çухăр! Тухса кай кунтан! Эсĕ — нимĕн пĕлмен çĕр хурчĕ; çапах манпа калаçма çӳрен тата. || Одеваться, наряжаться. N. Çӳрессе те таса çӳреççĕ, вырăсла та пĕлеççĕ. || Хлопотать. Ск. и пред. чув. 43. Прошени те çырнă, хатĕр ĕнтĕ, çӳремелли çынсене те суйланă. N. Шкула хăвăр çӳресе уçăр. N. Вутта илме ĕç пĕлекене суйлас пулать, çӳрес пулать, атто ак нумайăшĕ хутмалли çуккипе аптраççĕ, тет. || Иметь общение, связываться. Изамб. Т. Ӳлмĕрен ул Микуç (Николай) ачисемпе ан çӳре. Вĕсем ахалех хăна хĕнеттерсе пĕтерĕç. Халапсем. Вăрапа вăрă çӳрет, лайăх çынпа лайăх çын çӳрет. || Иногда не переводится. Баран. 131. Çакăн пек (такие) чулсем пит хакла çӳреççĕ. || Употребл. в качестве вспомог. гл. ЧС. Эпир ун чухне пурте хуйхăрса çӳреттĕмĕр. N. Илсе çӳре возить (напр. людей, турттар в этом см. не употр.). Çав çулне, тухтăрсене исе çӳренĕ чухне, эпĕ нумай укçа тупрăм. ЧС. Çынсем, ĕçсе ӳсĕрлсен, таçта выртса ан çӳреччĕр, тесе пăхмашкăн, касак пекки суйласа хураççĕ. (Сĕрен). Юрк. Çавăн пек епле эрехсемпе шалта сут тунине пăхса çӳрекен улпучĕ авалхи пĕр хупаха сасартăк пырса кĕрет те, астăва пуçлат. Ib. Кĕсем патне кайса-туса çӳреместĕп. N. Унтан темскер шăрши кĕрсе çӳрет. N. Хăна ху нуша шыраса çӳретĕн. N. Сĕрем иртернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Ала 69. † Пиртен Шурă Атăлсем, ай, инçех мар, куллен каçса çӳрес çĕртех мар. Сред. Юм. Ташланă чôхне йохайса çӳрет (очень хорошо пляшет). Трень-к. Манăн виçĕ кон хошши (около З дней) поç (шăл, мăй, пилĕк) ыратса çӳрет (болела). Однако скажут: манăн виçĕ кон хошши çăпан ыратса тăчĕ. ТХКА 129. Тияккăнĕ-мытарник пасар-пасар сайранах кĕсре лаша улштарса улшуç пулса, çӳресскер. Вино-яд. Санăн сăмсу та хĕрелсе çӳремесчĕ. N. Лашасене илме Т. кайса çӳрет. За дошадьми (чтобы их накупать) ездить в Т. ЧС. Манăн ура нумайчченех шыçса çӳремерĕ (не долго пухла), часах тӳрленчĕ. Скотолеч. ЗЗ. Улттăмĕш кунне хăмписем тулса çитеççĕ те, тата З—4 кун хушши тӳрленсе çӳреççĕ. N. Çалтак кайсан, çӳрени анчах полчĕ. Кан. Хырăм вăхăчĕ-вăхăчĕпе çех мар, яланах ыратса çӳреме пуçлать. В. С. Разум. КЧП. Эпир пĕр хуларан тепĕр хулана куçа-куçа çӳрерĕмĕр. Ib. Çынсем пасарта япаласене пăха-пăха çӳреççĕ. N. Халь эсĕр пирĕн пата кайса çӳретри? Хамăр маткасам сирĕн пата пырса çӳреççи? См. Оп. иссл. чув. синт. II, 49.

тап

(тап), пинать, толкать, дать пинка. С. Дув. † Тапăр-ярăр Сĕве пăрсене, туртăр-илĕр турă çырнине. ЧП. Тапса ярăр Атăл пăрсене. Б. Яуши. Ача, çӳçрен турта-турта, тапа-тапа, аран вăратрĕ, тет, хуçисене. Завражн. Пĕрре тапса сиктерем кона! Ib. Котăнтан тапса сиктерем! (Угроза). Ib. † Ампар алăк ма хора? Хĕветĕр тапса хоратнă. Чураль-к. † Ай пусăк пичи, алăкран аллă тапрăм, тĕнĕрен тăххăр тапрăм, лăпăрлă карчăк çите килет; çӳхеме те çиса ячĕ, такмакама та çиса ячĕ, хама та çиса ярать. Сĕт-к. Урамри каская тапса йăвантарияс çок (пинком с места не скатишь). Ib. Вăл осал йăтта тапса йăвантарса ямалла анчах (оттолкнуть ногой)! Сред. Юм. Котран тапса сиктерĕп! Пну в зад! N. † Кăмака çине вуртнă та (она легла), тараккан тапса вĕлерчĕ (мою жену). ГТТ. Тата тапса илчĕ. Пнул несколько раз. Çĕнтерчĕ 51. Тапса сиктерес килет. Янтик. † Туя начар тумашкăн, пирĕн аппа начар мар: тапсан, тăва çĕмĕрес пек. || Лягать. N. Лаши вĕсен тапаканскер (лягливая) пулнă мĕн. || Карабкаться, подниматься? ЧП. Тапма илтĕм тăваякки, çума илтĕм шурă чăлха. || Отталкиваться, приседая (во время катания на качели). Ск. и пред. чув. 31. Ярăнакан маттур хытăран хытă тапса ярăнать, çăка чĕтренет. || Бить (копытом). N. Унпа çула (на ней, в дорогу) тухсассăн, тапса-тапса вăл туртат (лошадь). Альш. † Пичче йăмăк (мдадшею сестрою брата) пуличчен, пичеври даша (пристяжная лошадь) пулас мĕн, тапса туртса çӳрес мĕн. Ой-к. Вара хай лаша тапрĕ-сикрĕ, тапрĕ-сикрĕ, тет те, вите алăкне çĕмĕрсе тухрĕ, тет те, часрах чупса, Иван патне чупса çитрĕ, тет. Н. Карм. † Çӳлĕ кăна тусем, ай, çийĕнче тапса çиет касак (исконно-чувашск. хусах), ай, лашисем. || Отдавать (о ружье). СТИК. Пăшална пере пĕлмесĕр, янаххăна çĕмĕрттерĕн! Ăна иккен хул çумне терĕнтерсе пемелле, эпĕ хулран аякка алă вĕççĕн тытса тăрап, Персе ярсан, çав тапрĕ те, чут кайса ӳкеттĕм. || Бить (о ловчей птице). Елбулак. † Тапрĕ-карĕ шурă аккăш чĕппине. Синерь. Ăмăрт-кайăк анса тапрĕ те, чул саланса кайрĕ, тет. КС. Хĕрен (ястреб) чăхха тапса вĕлернĕ (зашиб). || Бить (шерсть). ЧП. Çăм тапакан мăкшăсем. || Биться (о сердце, пульсе). N. Унăн чĕри пĕртте тапмасть, вăл ĕлĕкхи суранĕсем ыратнине туймасть. Пшкрт. Манăн чĕре хыттăн тапат (таβат). N. Тымар тапать (бьет). N. Чĕре тапать. Т. IV. Алă тымарĕ тапма чарăнсан, çын вара вилет, тĕççĕ. || Падать (о подставке скрипки). Нюш-к. Купăс кĕсри тапать. Подставка у скрипки (если ее косо подставить) падает. То же выражение и в Сред. Юм. || Удариться (т. е. направиться куда). Кан. Хламăв та, кайăкла, сивĕрен ăш енелле тапать. Сред. Юм. Тăвалла тапаççĕ = тăвалла каяççĕ. Ib. Паян тура (на горе) вăйă тохнă тем, ачапчасĕм пĕтĕмпе тăвалла тапрĕç. Ib. Паян ачапчасĕм порте анаталла тапаççĕ (= анаталла каяççĕ). N. Эпир, уна курсан, килелле тапса анчах сикрĕмĕр (ударились бежать). Янгильд. Манăн йолташ Артеми, пăрçана, хăмăлĕпе татса, ачасам сасă илтĕннĕ енелле тапса сикрĕ. Янгльд. Эпир пăртак анчах çитменччĕ, мулкачă çури тапса, сиксе тухса карĕ (выскочил резким прыжком и побежал). Собр. † Ямшăк лаши янт лаша. Ларса тухам, терĕм те, тапрăç-сикрĕç (бросились), мĕн тăвас! || Отгонять. КС. Кайăксам хурчкана тапаççĕ (гонят). Ib. Шăнкăрч йăви патне кушак пырсан, вăл кушака тапать (гонит криком и норовит ударить ее). КС. Крик мĕлле кайăк та, хурчка чĕпписем патне çывхарсан, тапать (отгоняет, старается отогнать). || Щелкать пальцем. Изамб. Т. Çанкаран тапмалла выляр! Давай играть в щелчки. Ib. Хурипе хурине, шуррипе шуррине тапаççĕ (в игре). Ib. Кам кама миçе шакă ытлашши парать, ул уна çанкаран çавăн чухлĕ тапат. || Производить давление, толкать. Эпир çур. çĕршыв З4. Пăспа тапса машшин чавсисем пăрахут урапине çавăраççĕ. Кан. Итталире тинĕс хĕрринче ларакан хими савăчĕн труписем тапса çурăлса кайнă. || Набивать. Янш.-Норв. Таврашне (приданное имущество девушки) тата икĕ çӳпçе тапса (битком) тултарнă (наполнены. В др. гов. посса). || Отбивать такт (во время игры на музыке). АПП. Вăрăм чăрăш тăрринче тапса калать хут-купăс. Аскульск. † Тапарах та сикерех, уратине хуçарах; эпир тепĕре киличчен, çĕн(ĕ) урата хурайĕç. N. Тапса пырать. || Плясать с притоптыванием. Алших. † Тумĕç, терĕç, хĕр сăри, турăмăр та тапрăмăр. || Ударять. Ст. Шаймурз. Ача çĕнĕ çыннăн сăмсине пырса тапат та, çĕнĕ çыннăн сăмси шыçса кайса кăкăрне çитет. || Кидаться (в нос). N. Ăçта ан пыр, пур çĕрте те тутлă шăршă калама çук тапать. || То же о газе в шипучих напитках. Альш. Памарски квас ĕçрĕмĕр те, сăмсаран тапат. || Хлынуть, хлестать. Ёрдово. Çырма-çĕрмесенчен шыв тапса анать. Яноре. Килнĕ чухне пăр çинче туçса ӳкрĕ те, сăмсинчен юн тапма пуçларĕ. N. Йон тапать. О сохр. здор. Ăшран юн тапать. N. Паян питĕ вăйла шу тапса анчĕ. N. Йĕркесĕрсенĕн пурлăхĕ пĕр тапхăра тапса анна шыв пек пĕтсе ларать. КС. Сăмсаран юн тапать (хлыщет кровь). Тюрл. Сăмсаран юн тапнипе аптрать. Страдает кровотечением из носа. N. Хăвăн халăхна инкек-синкексенчен, хирĕç тапса килекен хумсенчен хăтар. || Разливаться, выбивать. ТММ. Çырма тапат, река разливается, выбивает. N. Вунă кун вăрçсан, шыв тапса тухрĕ. Альш. Шуртан, лачакаран тапса, яла пĕтĕмпе шыв кĕрет. Ст. Чек. Тан тапат (пăр çине шыв тапса тухат, вара хутлă-хутлă пар шăнат). N. (Шыв) пӳлĕнсе (вар. тапса) хӳме пек пулса тăнă. || В перен. см. о толпе. N. Нумай халăх пĕрле тапса килчĕ, тетĕн.

тӳле

(тӳл’э), платить, заплатить, уплатить. Сятра. Каран ăшляпняçарса (= ăшне лăплантарса?) калат: окçа тӳлесе (деньги заплачены)! тет. N. Ивансене ĕçленĕ укçа тӳле, мĕн чул вăл ыйтат. N. Нумайĕшĕ кĕнекесем тӳлесе илмелле ыйтса яраççĕ. Многие выписывают книги наложенным платежом. Юрк. Эпĕ сире уншăн укçа тӳлĕтĕм. Ib. Тӳлесе тат, заплатить, рассчитаться. Ib. Вăл хăваттире, хула варринчерех пулсан, вунпилĕк тенкĕ тӳлес пулат. N. Кайран халăхăн, мĕншĕн илнине пĕлмесен те, тӳлесех пулать. Байгул. Касак пырать кастарса, эп те ларса пырам-и, пырам-и; сĕллипе те хам тӳлĕп, хам тӳлĕп; утипе те хам тӳлĕп, хам тӳлĕп. N. 560 миллион тенки процент укçишĕн тӳленнĕн хисепленет.

хăнкăла йĕнни

палочка с ямочкой для клопов; такие палочки приносили дети на обряд „Сĕрен“. Яжутк. Вара касак ачасенчен ыйтать: „Сирĕн хăнкăла йĕнни пури?“ — тет.

кăнтăрлахи кӳлĕм

время около полудня. Урмай. Унтан кăнтăрлахи кӳлĕм тăварнă вăхăтра çав яла касак килнĕ те, пӳрт хыçĕнчи шусене (воду, запасаемую при домах на случай пожара) пăхса çӳреме тапратнă.

кĕрмеш

(к'ӧ̆рмэш, кэ̆рмэш), возиться. Никит. Атте çпатапа кĕрмешет (возится с лаптями). Сред. Юм. Пĕрмай çавăнта кĕрмешет ô. Всё время возится он там. Янтик. Ытла снаях кĕрмешен эс ку чĕрессемпе! Ырма та пĕлместĕн пуль эс! Ан кĕрмеш ĕнтĕ, çитĕ. ЧС. Вăл касак çавăн пеккине ăçта çывăрса юлнине, кĕрмешнине астуса анчах çӳрет. (Сĕрен). Хĕвел № 1. Вĕсем хăйсен вĕрентекенсем патне кайса килти пекех кĕрмешсе çӳреççĕ. Календ. 1911. Темиçе çын пĕр пысăк михĕпе кĕрмешнĕ. КС. Паян вăл каскапалан шалт кĕрмешсе пĕтрĕм (замаялся). || Биться, бороться. N. Айвана, ухмаха ăс пама ан вăтан, çамрăкпа кĕрмешекен ватă çынна ятлама ан вăтан. N. Пирĕн пĕччен иккĕн упа тытма каяççĕ, унпа кĕрмешеççĕ. Чуратч. Б. Упăти пăлана тытнă та, кĕрмешсе тăрать. N. Тарçăсен хуçасемпе кĕрмешмелли тĕрлĕ эмел пур. N. Мĕншĕн тата, уйăх çине нумайччен пăхса тăрсан, ун çинче чăнах та пĕр çын тепĕр çынпа кĕрмешнĕ пек курăнать? тетĕп. Хурамал. Кĕрмешет тесе, тĕрткелешсе вылянине калаççĕ. || Усиленно бороться. Орау.

Чепи

яз. имя женщ. Патраклă. || Прозвище. Сред. Юм. Чепи касак или Чепи называют одного человека. Сред. Юм. Эх, Чепи, эс окçана хĕрхенсе çавна илетне вара!

шанкă

лутошка, липа, с которой снята кора, содрано лыко. Хурамал, Мурат, Орау. Шанкă, голая, ободранная липовая лутошка. Ib. Пушăт йăвăççинчен пушăтне сӳсе илсен, шанки анчах тăрса юлать, çавна шанкă патакки теççĕ. Абыз. Çăка кутне çул турăм, шанкишăн мар, пушăчшĕн. Шихаз. Унтан вара пĕр çара шанкă çине, лаша çине утланатăп тесе, утланчĕ. || Древесина дерева. Юмансар. Шанкă, липовое бревно, срубленное летом. Их собирают в одно место осенью во время дождя. КС. Шанки курăнсах тăрать. || Сушняк, усохшие сучья, ветви, сухой хворост. Шашкар. Шанкă, сухие сучья, а çапă — могут быть и свежие сучья. Пшкрт. Шанкă, сухой орешник. СПВВ. ТА. Шанкă = шĕшкĕ вутти. М. Етмен. Шанкă, вообще сухой хворост, может быть и без сучьев. Хора-к. Икĕ пуслăх вăрманĕ çук, пĕр çĕклемлĕх шанки çук. Ст. Чек. Тип шанкă пуçтар, собирать валежник. А.-п. й. З0. Кусем типĕ шанкăсем пухса килчĕç те вут хума шутлаççĕ. Панклеи. Эс конта серте тат, эп шанкă хоçма каям аяккарах. Яргуньк. Хай ача пынă чухне пĕр шанкă тĕми курса чĕртсе ячĕ, тет, хăй хупарса тăчĕ, тет. N. Вара касак ачасенчен ыйтать: сирĕн хăнкăла йĕнни пур-и? тет. Ачасем пурте шанкăран хăнкăла йĕнни туса пыраççĕ çав пӳрте. (Сĕрен). Икково. Пӳрт хыçĕнче хăрăк шанкă çакăнса тăрать. (Çит тони).

шупăт

назв. кушанья. Хурамал. Шупăт, щи, „кĕрпе пăтти“. Шарбаш. Шупăт — касак яшки, картофельный суп. Начерт. 205. Шопăт, похлебка. || Альмен. Шупăт, имя мужч.

на

вот, давай. Урмай. Унтан касак сак уçрĕ, тет те, çынна çӳçенчен тытса кăларчĕ, тет те, на çӳçрен парать, тет. N. Турттарса пĕтерейми пултăр тенине илтрĕç, тет те, çаксем ку çынна на хĕртеççĕ, тет.

прихутлăх

приход? Собр. † Тупташ çулĕ мăн çул-çи, мăн çул-çи мар — прихутлăх, прихутлăх мар — касаклăх, касак майри (çавă пур).

калпак

(калбак), шапка. Аттик. Виççĕн, суллахай хул хушшине калпак хĕстерсе, виçĕ хуран умне тăрса, кĕл тăваççĕ. (Ӳчӳк). Синерь. Курăнман калпак, шапка — невидимка. N. Калпакна лайăх посса ларт; пĕр минутра теминче пин çохрăм йолч (= йолчĕ) калпакку! (Сказка). Арçури. Йăввăн ӳснĕ йăвăçсем; пăхсан, калпак ӳкмелле. Орл. II, 214. Пĕр калпак айĕнче çичçĕр касак. (Мăкăнь). СПВВ. Калпак — çĕлĕк. || Головной убор у женщин, из ситца и монет. МПП. † Калпакне тăхăнса, хĕр пулса, килейĕнчĕ (siс!) савнă тус пулса. Альш. † Ман пуçăмри шур калпак мамăклăрах пулинччĕ! Ст. Айб. † Шурă калпакран тумла юхать-ĕçке; пĕр сăмахран кăмăл юлат-çке. N. † Шурă пӳртĕр умне шăлса хурăр, мамăк калпаксемпе выляма. Ст. Чек. † Тусăм, эс калпакна, ай, çуса юл, ĕмĕр-ĕмĕр кирĕк, ай, лармасса! Пазух. Шур калпакăн ултă чӳк, улттăшĕ те ука чӳк. Ib. Ука кирлĕ калпак, ай, юсама; пурçăн кирлĕ çуха, ай, çавăрма. Собр. 108. Илсем, инке, калпакна, авалхи кĕмĕлне курăм-а! Ст. Шаймурз. † Шур калпак ярапи пурçăн мар. N. Калпак. При опрокидывании ведер и после, она бывает в шапке мужа, в знак того, что они с мужем будут жить в мире и согласии, как обычай давать при венчании «Теплоту». Мужнину шапку, ту самую, которую муж носил при свадьбе, она надевает тотчас после снятия пĕркенчĕк. СПВВ. N. Калпак — хĕрсем тухья çинчен тăхăнаççĕ. Ст. Чек. Калпак — носят только девушки на свадьбе (это не шапка). Пазух. Симĕс те пур калпак, шур пӳс те пур; выляс тесен, савнă, ай, тусăм пур. Юрк. † Хĕрсем, йĕкет маттур юрлапă чух, калпак чӳкне хыпса, йĕреççĕ. СТИЕ. Калпак — головной убор девушек. «Калпак» надевают только на свадьбах; он имеет вид длинного узкого мешка, спускающегося на спину и оканчивающегося кисточкой; на голову, под «калпак», вставаяется деревяшка. || Шапочка ребенка. Сятра, Ст. Сахча. Сред. Юм. Калпак тесе пĕчик ачасĕне валли чечеклесе тăвакан пĕчик шапкана калаççĕ. || Schafhaut, Helm. Cт. Чек. Ача калпакпа çуралат, кĕпелĕ те çуралат. Калпакĕ те, кĕпи те илнĕ. Сута кайсан, çав ача калпакне, кĕпине исе кайсан, сан сăмахă çиеле тухат, теççĕ. || Короткая доска, с вырезом посредине; в нее вставляются верхушки двух стоящих рядом столбов изгороди, чтобы они не расходилиcь. || Коронка горелки (у лампы). Пухтел. || Шапочка жолудя. Сятра.

карсак

(карзак), русак (заяц). Б. Аккоз. Шибач. Карсак — молкачă: хĕлле шорă, çулла хĕрлĕрех. Сред. Юм. Карсак — заяц. Тюрл. Карсак; хӳри хора; больше, чем обыкн. заяц. П. Пинер. Каска урлă карсак вылят. (Куç.). Хир-б. Карсак — один вид зайца: круппее, чем обыкн. заяц. А. Турх. Карсак — кăвак кайăк; шурă кайăкран пысăкрах, сăмси вĕçлĕ, качака пек; пурăнма çĕр айĕнче пурăнать. АПП. † Касак йытти карсак тытат; карсак тытат та, юрамаст. Хорачка. Карсак (ола).

касак

(казак), казак; полицейский стражник. КС. Казак — помощник урядника. ЧС. Сасартăках ман пата пĕр касак пычĕ те, вырăсла темĕнскер (= темĕскер) кăшкăрса каларĕ. Шибач. Касак пак отатăн. Сред, Юм. Касакпа çапсан та, каймасп. Хоть полиция будет гнать, и то не пойду. Ib. Эп онта, касакпа çапсан та, каймастăп. Даже если стражники погонят, я и то туда не пойду. Рак. † Тĕттĕм-тĕттĕм çĕре халь çутатат аслă касакăн хĕçĕсем. Пуç. Пĕчĕк, касак ял касĕ (Укçа). Качал. Уçман сунтăхра касман касак выртĕ. (Ал тымари).

касаклăх

место, изобилующее казаками или стражниками. См. прихутлăх. Собр. † Тупташ çулĕ мăн çулçи, мăн çулçи мар, — прихутлăх, прихутлăх мар, касаклăх, касак майри çавă пур.

касак

назв. рыбы. Пшкрт: казак (шатра бос’), рыба с палец величиною.

касак

неизв. сл. Отсюда: касак шывĕ.

касак шывĕ

вода в кадке, приготовленная на случай пожара? Илебар. Вăл çĕрре вăсем касак шывĕпе ларакан спирт пичкине ячĕç, тет.

касах

описка, вм. касак? Актай. Касман арчара касах пур. (Ал тымарри).

ăшалантар

жарить, поджаривать. СЧУШ. Эпĕ хăйă тивертсе илтĕм те, тытăнтам хам тăшмансене ăшалантарма. Я зажег лучину и начал поджаривать своих врагов (тараканов). || Бить, лупцовать. Ч. С. Хайхи касак пĕр çын патне пычĕ те, эй, саламачĕпе ăшалантарать те çав, тепле çынни тӳссе тăрать! Пришел этот казак (стражник) к одному человеку, и давай его жарить нагайкой! Как только он терпел! Юрк. Хуçи те, лаши çапла час-час чарăннине кура-тăра, тытăнать аллинчи чĕн чăпăрккипе ăшалантарма. И хозяин, увидев, что лошадь постоянно останавливается, начинает ее жарить (бить) ременным кнутом, бывшим в его руках. || Торопить. См. хыпалантар. К.-Кушки. Ута каяс кун пычĕ, тет, ку çур-çĕртех Сатай Тиххăнĕ патне. Ак ăшалантарат: часрах каяр, тесе!

ĕçлĕ çын

так называют всех служащих и получающих жалованье и при этом имеющих известное общественное значение, но это название не простирается па крупных чиновников. Шорк. КС. Ĕçлĕ çын, чиновник, также староста, десятский. . Ĕçлĕ çынна кĕчĕ. Поступил на службу. N. Вара унта ваттисем тĕрлĕрен ĕçлĕ çын уйăраççĕ: касак, улпут, касначчей. Ходите во свете. Упăшки ĕçлĕ çынра тăнă вăхăтра арăмĕ те çыру пĕлнипе нумай усă кӳрет.

йӳрĕклентер

расшевелить, сделать проворным. Тораево. Касак çынна йӳрĕклентерни. [Это рассказ, где один мужик, по своей лености, вздумал высиживать яйцо. Один «казак» (стражник) сильно побил его нагайкой, н он отрезвился от спячки и стал проворным].

вăй-питти

полная сила; в полной силе. КС. Халь эп вăй-питти, ĕçрен юлас çук. Кан. 1927, № 219. Чăваш ĕç халăхне пĕчĕкренех пусмăрласа илсе, вăй-питтине çитсен, пĕтерсе хураççĕ. N. Пĕри вилет тăп вăй-питтинче (в расцвете сил). Сред. Юм. Вăй питтипе çĕклет. Подымает изо всей силы. N. Вăй питтипе тӳсĕмлĕх. Сĕт-к. Вăй-питти пор чохне касак çаррине каяс поль, тиччĕ. Ib. Вăй питти, сила, мощь. СПВВ. Вăй-питтипе — изо всей мочи, всеми силами. Сред. Юм. Вăй-питтипе ĕçлет (изо всех сил). Проп. о блудн. сыне. Вăй-питти çулти пуян ывăлĕ. СПВВ. ГЕ. Вăй-питти, тесе, çирĕм пилĕк çулхи çына (= çынна) калаççĕ. Стф. 37. Чи вăй питти вăхăтне унта ирттернĕ. Чем люди живы. Пырать патне, пăхат лайăхрах: çамрăк çын, вăй-питти вăхăчĕ...

вăрăлла

назв. игры. Сред. Юм. Вăрăлла, касакла выляс. Пĕр йыши вăрă пôлаççĕ, тепĕр йыши, касак пôлса, вăрăсĕне хуса тытмалла выляççĕ.

унĕмĕш

неизв. слово в загадке. Ой-к. Унĕмĕш-кунĕмĕш култăрин касак. (Мучала).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

забавный

прил. (син. интересный), забавно нареч.
кулăшла, култармăш, касак, мыскараллă; забавный ребёнок култармăш ача; забавный случай мыскараллă ĕç; он забавно рассказывает вăл кулашла каласа парать

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

авăрлан

1. П.п. Хĕç-пăшаллан. Хресченсем чукмарсемпе, ухăсемпе çех авăрланнă пулин те, хаяррăн çапăçнă. И.Кузнецов, 1962, 146 с. Кашниех мĕнпе те пулин авăрланнă — айпăлтапа, тимĕр сенĕкпе. Хв.Уяр, 1980, 34 с. Киле çитсе çĕçĕпе авăрланнă та «тăшманне» тавăрма клуба таврăннă. ХС, 1997, 23 /, 2 с. 2. П.п. Хĕрӳлен, хастарлан, хавхалан. Касак тӳсейми çилĕпе авăрланнă. П.Хусанкай, 1933, 40 с. Йăкăнат сăмахĕпе авăрланса кайнă Носов... П.Афанасьев, 1985, 48 с. Çеçпĕлле хастарлăхпа авăрланнă Туркай сумлă ĕçе ... танлăн илсе пырать. Ю.Сементер //Я-в, 1999, 11—12 /, 4 с. Салтак пăтти çиме хатĕрленсе «авăрланнă» каччăна çапла тума мĕн хистенĕ. ÇХ, 1999, 5 /, 3 с. — савăшас шухăшпа авăрлан (Х-р, 11.10.2003, 3 с.).

Çавăн пекех пăхăр:

касăхтар касăху каса каса-каса « касак » касак кин Касак нерки касак шывĕ касак яшки касакан сухан

касак
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
5 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org