Шырав: кахал,

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

ай-хай

3.
выражает удивление, сомнение
ох и, ну и

ай-хай кахал иккен эс! — ну и ленив же ты!

кахал

1.
лень, леность
кахала пер — лодырничать
кахал пусрĕ — лень одолела
Ĕç тăрантарать, кахал пăсать. — посл. Труд кормит, а лень портит.

кахал

ленивый
с ленцой
разг.
кахалтан кахал — лодырь из лодырей
ял кахалĕ — бран. первый лодырь в деревне
Кахала куллен уяв. — посл. У лентяя что ни день, то праздник.
◊ кахал апачĕ — полдник

кахал-наян

ленивый
пирĕн хушăра кахал-наян ан пултăр — пусть среди нас не будет лодырей

мулкач

заячий
ама мулкач — зайчиха
уй мулкачĕ — заяц-русак
мулкач ашĕ — зайчатина
мулкач çурисем — зайчата
мулкач сунарне çӳре — охотиться на зайцев
Икĕ мулкача хăвалакан перине те тытайман. — посл. За двумя зайцами погонишься — ни одного не поймаешь.
Кахал йытта вил мулкач. — погов. Ленивой гончей всегда достается мертвый заяц.
Мулкач йĕлтĕр йĕрĕпе чупмасть. — погов. Заяц по лыжне не скачет.

пăс

II. глаг.

1.
портить, ломать, разрушать, приводить в негодность
велосипеда пăс — сломать велосипед
кăмăла пăс — испортить настроение
сывлăха пăс — испортить, расстроить здоровье
кайăк йăвисене ан пăсăр — не разоряйте птичьи гнезда
сăмахсене пăсса калаç — говорить, коверкая слова
ачана ытлашши астарса пăснă — ребенка испортили излишним баловством
тĕттĕмле вулани куçа пăсать — чтение в темноте портит зрение
Ĕç тăрантарать, кахал пăсать. — посл. Труд кормит, а лень портит.
Пăсасси çăмăл та тăвасси хĕн. — посл. Испортить легко, а сделать трудно.

тустар

9. перен.
устраивать разнос, давать нагоняй, ругать
кахал пулнăшăн тустар — устроить разнос за лень

эккей

межд. разг.

1.
выражает недовольство, досаду, раздражение
фу, надо же, вот еще

эккей, тупăннă мухтанчăк! — фу, какой хвастун!
эккей, пулать те кахал — надо же, какой лодырь!

çинçешке

1.
тонкий, стройный, поджарый
çинçешке хĕрача — тоненькая девочка
Кахал çын ленчешке, ĕçчен çын çинçешке. — посл. Лентяй рохля, а труженик подтянутый.

ĕлкĕр

1.
успевать, поспевать, укладываться в срок, справляться
вăхăта ĕлкĕр — успеть к сроку, уложиться в срок
каçчен ĕлкĕр — успеть к вечеру
пуйăс çине ларма ĕлкĕр — успеть (сесть) на поезд
ним тума та ĕлкĕрейместĕп — ничего не успеваю делать
тырпул пиçсе çитме — ĕлкĕрнĕ хлеба успели созреть
Ĕçлекен ĕçке ĕлкĕреймен, кахал кĕрекене кĕрсе ларнă. — погов. Работящий не успел на пир, а лодырь занял за столом самое почетное место.

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

накас

ленивый (см. кахал, йулхав).

118 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сĕлевес

(сӧ̆лэвэ̆с), ленивец. Чертаг. Сĕлевĕс = кахал. Ib. Сĕлевĕс, хăвăн кĕлеткӳ пôр, пĕчĕк ачасампа выляса çӳретĕн. (Упрек взрослому парню).

-çке

(с’кэ, с’к’э, из „ç“+ „ке“), частица, подкрепляющая утвержденне, отрицание или предположение. Иногда указывает ответ на заданный вопрос, как бы являясь излишним. Регули 496. Тытрăн-и? — Тытрăм-ç (тытрăм-çке). Ты поймал? — Ну да поймал. Ib. 498. Ку шув-и (= шыв-и) — Шу-ç (или: шу-çке). Это вода? — Ну да, вода. Ib. 497. Вăл йывăç хыти? — Хытăç (хытă-çке). Это жесткое дерево? — Ну да, жесткое. Ib. Вăл ювăç хыти? — Хытă мар (хытă мар-çке). Твердо ли это дерево? — Нет (да нет). Иванова. Вара эпĕ тепĕр кунне, школа кайсан, ачасенчен ыйтрăм та, вĕсем те: каять-çке (ну да, уезжает), каять, терĕç. N. Эсĕ чирленĕ витнă? — Чирлерĕм-çке. Ты, видно, был болен? — Ну да, был болен. Ау 62. Кам ку? тет.— Эп-çке, тете, тет. Кто это? спрашивает тот.— Да это я, дядя,— отвечает он. || Часто передается русским ведь, иногда с оттенком возражения. Юрк. Мнтук, эсĕ кунта мĕн хăтланатăн? Ухмаха ерментĕр-çке? — Çук. Ты, Дмитрий, что тут дурачишься? Ведь, чай, не с ума сошел? — Нет. Ib. 502. Эс каламан поль-çке (поль-ç). Ведь ты, чай, не говорил. Регули 504. Вăл кона тăва-çке (= тăвать-çке). Ведь он это делает (сделает). Юрк. Алекçей (Элекçей): манăн пуçăм татах ырата пуçларĕ-çке, ăна мĕнпе турлетес-ши? тесе ыйтса пĕлет. Орау. Ун пек пулать-çке вăл пуринн те (пурин те). Это бывает со всяким. N. Ĕнер пуртă тыткаланăччĕ, паян таçта-çке! — Матрӳне, эс курмарăн-и? N. Укçа пулсан, илĕттĕм те, укçа çук çав.— Пур-çке! (Ведь есть, ты только скрываешь). N. Арăмĕ йĕре-йĕре калать: эпĕ вăл-ку шухăшпа туманччĕ-çке (я ведь это сделала без особого намерения), тет. N. Çĕршĕн тивĕçлĕ хакне тӳлемесен те, пуринчен те ахалех туртса илме юрамаст-çке. Альш. Ку тутар мишукра кăшкăрат: куратăп-çке (ведь я вижу), тет. Ib. Эпĕ: çав шуйттан ачине çиме чартасчĕ-çке (ведь этого чертенка нада кормить), тесе калăп, тесе калать (муж), тет. Регули 503. Сирĕн пор тăвакан. Тумас-çке вăл! Орау. Хусана кайнă, терĕç-çке-ха ăна. Кайман-нм? Ишек. Эпĕ пĕлместĕп тытма; эпĕ тытрăм-çке. || Оказывается (с изумлением). Юрк. Эсĕ сĕт çиетĕн-çке? Сана уншăн çылăх пулĕ! || Да.. оказывается (произносится с известною живостью). Сред. Юм. Килтеçке ô, эп-ха килте çôк тесе. Да, он, оказывается, дома, а я думал, что его дома нет. || Разумеется. Бес. чув. 2. Пулăшасчĕ-çке унăн çак ывăннă лашана; анчах пулăшасен пулмарĕ. || Выражает силу впечатления. СЧУШ. Ялан хуллипе хăмсарса: акă çапатăп, тесе, тăчĕ-тăчĕ те, пачĕ-çке пĕрре пит аван кăна! (да как даст! т. е. да как ударит!). СТИК. Ай-ай, аван-çке! Ib. Питĕ выçрăм-çке! — Как я проголодался! Орау. Аялтан вĕçет-çке-ха. Главное, обратите внимание на то, что он (вĕри-çĕлен) летает низко. Срв. Вăл аялтан вĕçет вĕт-ха, т. е. ведь он, обратите вннимаине, летает низко. || В уклончивых ответах. N. Ăçта каятăн? — Каятăп-çке.. Регули 505. Тем (темскер) тăвас-çке. || Выражает обьяснение. Яргуньк. Упăшки: ма килтĕн чĕрĕлмесĕрех, тенĕ; карчăкки каланă: кĕт утă çулакансене апат туса çитарас, тесе каларăм-çке-хе (хотела вот), терĕ, тет. СТИК. Ăçта пуçтарăнатăр тата? — Вутта каймалла-çке те, юр çăва пуçларĕ-няк. Юрк. Ухмахлăхăпа çапла хăтланса çӳретĕн-çке, пархатарсăр япала, кахал! || Выражает согласие со словами собеседника. СТИК. Çын хуйхине пусарса, хуйхăртса, хăй нушине каласа панă хыççăн ăна итлесе тăракан çын хыттăн сывласа: çапла-çке ĕнтĕ, мĕн тума çӳрен, килнĕ нушана тӳсес пулат. (Дальше следует перечисление своих нужд). Ib. Эс ачăна вĕренме янă темеççи? — Вĕренме яма ятăмăр-çке те-ха ĕнтĕ, темле вĕренĕ — питĕ наян. Ib. Çын патĕнчи пурăнăç йывăр-çке те çав.. мĕн тума пăхан: çиес килет. Ib. Авлантарса ятăмăр-çке те-ха.. темле пулĕ. (Гов. человек, женивший своего сына. но чующий, предчувствующий что-то недоброе. Он выражает этим сомнение; в его словах звучит грусть). || Иногда выражает недовольство. Яжутк. Иван хуçана каларĕ, тет: пĕр паршине парăн-и? тесе каларĕ, тет. Хуçа Ивана каларĕ, тет: парăп-çке, тесе каларĕ, тет.

тепле

(т’эпл’э), неизвестно как, каким образом. Срв. теепле, телепле, тенепле, тепленĕ. СПВВ. Тепле, теепле, тенепле. СТИК. Тепле (с эмоц. ударением на первом слоге) пырса кĕнĕ, хам та тĕлĕнеп. Как это угораздило меня притти к нему. Ib. Тепле ӳкеймерĕ: чис ĕçерĕнсех карĕ (сорвался) вĕт. (Выражает удивление). В. С. Разум. КЧП. Тепле пулать ĕнтĕ, пĕлместпĕр: те килеет, те килеймест. (Салтакран килес çынна çапла каласа кĕтеççĕ). || Как бы то ни было. N. Ун пек çын тепле те çын пулать. || Как ни... Юрк. Тепле йывăр пулсан та, ача-пăчана хутаç çакса, ыйткаласа çӳреме яман. Ib. Пирĕн çын тепле начар пурăнсан та, праçникре мĕнте ют çын пырса кĕрсен, сĕтел хушшине лартса, чипертерех силлеме тăрăшат. || Как-то. Вăл тепле йăл кулса ячĕ. || Каким-то образом. N. Тепле тирĕс хушшинче ахах пăрчи (= пĕрчи) тупăннă. Никит. Çырмара, пичкене шыв тултарнă чухне, кунăн сылтăм ури тепле вакка кайнă (попала в прорубь). || Неизвестно как. N. Ну, Никколай, халь хам çӳреп те, тепле ĕç пуçтарас, тепле ачасене тăратса каяс. || Не знаю, что будет, что случится. ТХКА 53. Пĕр начартарах кĕсре, икĕ тьыхаччĕ пирĕн. Вăрмана яркаланă та вĕсене. Тепле ĕнтĕ. Вăрласа каймасан, кашкăрсем тытмасан, юратьчĕ, тепле ĕнтĕ. Альш. Тепле (не знаю), те час килейреп-ха эпĕ, те час килеймесп унта, питĕрсе кĕр-ха эсĕ, тесе калать, тет, ку. Синерь. Тарья каларĕ, тет: сирĕн пӳртре пĕр вăрăм хĕç çакăнса тăрать, çĕтрен (= çĕртен) те маччана çитичченех, терĕ, тет. Старик каларĕ, тет: тепле епле пулсан кирлĕ хĕçĕ вăл, кин, терĕ, тет. || Как-то набравшись храбрости. Никит. Шуйттан, тĕп сакайĕнчен укçа тупса тухнă чухне, аслă ачи тепле кăмака умăнче выртакан çивĕч пурта (= пуртта) илнĕ те, шуйттана каснă. || Неизвестно почему, не знаю почему (nescio quo pacto). Юрк. Пурте (дети) ĕçлеме юратаççĕ. Ку тепле кахал пулчĕ. Изамб. Т. Апат çиме пĕлет ку, тепле ĕçлеме пĕлмест. || Пожалуй. Букв. 1886. Эпĕ çĕре ансассăн: тепле, атте витене хупса хăварĕ, тесе, лаша кӳлме те анмарăм. || Неизвестно какой. Янтик. † Хапхăрсем вырăсла — уçаймăп; кăмăлăрсем тепле — юраймăп. || Какой угодно, любой. Кн. для чт. II, 129. Вăл (горилла) хăй тепле тискер кайăка та çĕнтерме пултарать. Изамб. Т. Тепле чирпе чирлесен (те), лашана масар тавра илсе çавăрăнаççĕ.

хатĕр

(хадэ̆р), готовый, законченный, готово. N. Ленин — Сталин ĕçĕшĕн кĕрешме хатĕр пул! К борьбе за дело Ленина — Сталина будь готов! А.-п. й. 103. Сутьесем патне кай та, çак йĕке вĕçне парса çапла кала: пурте хатĕр, тĕртме стан çук, çакăнтан стан туса парăр, те. Иди к судьям, отдай им вот этот кончик и скажи: все готово, только нехватает ткацкого станка. Пускай сделают из кончика веретена станок, тогда будет в точности выполнено их приказание. Ивановка. Сутпа илме хатĕр укçасем те çукчĕ. N. Çав ĕçе хатĕр туса хурас, теççĕ. N. Пурне те тӳсме хатĕр пулнă. Выла. Пур тавраш та хатĕр пулса çитсен... (когда будет готово). N. Вăл пур ырă ĕçшĕн те хатĕр тăратчĕ. Н. Карм. Мĕн çырмалла тата сире, çырса ярăр, эпĕ пурне те итлеме хатĕр сирĕнне; хасăр сирĕншĕн асапланма та хатĕр (готов). N. Хăтасем калаççĕ: хатĕр-и эсир? N. Çавасем хатĕр мар. Мусир. † Ах, аппаçăм, йыснаçăм, хăçан пыма хатĕр пулăр-и (когда будет угодно пожаловать). Ердово. † Тоя кайма тăрсассăн пирĕн пек хатĕр ачи çок; ĕç ĕçлеме тăрсассăн пирĕн пек кахал ачи çок; ах апла мар, апла мар, ĕç ĕçлеме тăрсассăн пирĕнтен хатĕр ачи çок. ГФФ. † Ай, хатĕр, той хатĕр! Хамăр та хатĕр полмасан тойçи хатĕр полас çок. Ай, готова, свадьба готова! Если мы сами не будем готовы, то и свадьба не будет готова. || Н. Карм.† Тимĕр арчасенĕн уççийĕ çук, манăн çамрăк пуçăн хатĕри çук. || Принадлежности, инструмент. Ивановка. Лавсем çине михсем, арчасем тиесе хурса лашисене кӳлсен, пур хатĕр те çитсен, эпир пурте лавсем çине тухса лартăмăр. N. Пурте хатĕр çитсен, хĕре йĕртме кĕлете илсе каяççĕ. Сред. Юм. Сирĕн хатĕр çитнĕ-и? Вы собрались что ли? КАЯ. Чӳк тунă çĕрте кирлĕ хатĕрсене хатĕрлеме вăлсем ик ăстарика суйласа хураççĕ. Сиктер. Вара мĕн пур хатĕр çитсен, кӳршĕсене йыхăраççĕ. N. Сирĕн хатĕр çитет-и? тет. Готово ли у вас? || Продукты. N. Кашни кун курăк тымарĕсем тупса пырса хĕрарăма тăрантнă. Вăл хăй те çав хатĕрсенех çисе пурăннă. || Угощение. К. П. Прокоп. Кăçалхи çул çав вăкăра пирĕн ача туйĕ хатĕрне тытса пуснă иккен. Тайба Б. † Аната пĕве пĕверĕм хуркăвакал хатришĕн (хатĕрĕшĕн). || В соединении с глаголом ту — почитать. Хурамал. Çак çынна пур-те хатĕр тăваççĕ (почитают). Ib. Пире хатĕр тунăшăн вăл хатĕр тутăр. || Заряд (для выстрела). N. Ман тепре авăрламалăх анчах йолчĕ хатĕр (порох и пр.). || Снаряд. N. Халь вăрçă хатри (хатĕрĕ) кăлех пачĕç. || Сбруя. Ст. Шаймурз. Шап-шур çăмран кĕççе çаптартăм улма-чăпар утăн хатришĕн (хатĕрĕшĕн). || Кремень об огниво и пр. Панклеи. Чĕлĕм хатĕрне çаппĕр. || Буин. Арăм хатĕрĕ, теççĕ, упăшка йăли, теççĕ.

хăй

(хы̆j), сметь, осмеливаться. Пшкрт. Хăйса çитсе. Привык (к чужим). Сред. Юм. Епле хăйса кăларса ярас ман ô çынна. Как я посмею выгнать этого человека. Альш. † Хăйи-хăйми тăмашкăн хăюсăр çын ачи мар. Оп. ис. ч. II. Уттари-чуптари çӳремешкĕн пирĕн кӳлнĕ утсем начар мар; хăйиех те хăйми çӳремешкĕн пирĕн атте-аннесем начар мар. Запряженные нами кони не (так) плохи, чтобы (нам) ездить ни шагом, ни рысью; у нас не (такие) плохие родители. чтобы (нам) держать себя недостаточно смело. ГФФ. † Анне те мана кахал терĕ. Лепле те калама хăйрĕ-ши? А мать меня лентяйкой обозвала. Как это она посмела так сказать. N. Хĕлип хăйса çитнĕ те каланă: Каçтушка вĕрентрĕ! Юрк. Тăраççĕ, тăраççĕ, калле тухса кайма хăяймаççĕ.

кăсья

(кы̆сjа), карман. К.-Кушки. и др. ЧП. Икĕ енне икĕ кăсья хуртартăм (велел сделать). N. Аллине кăсьине чиксе çӳрекен çын та кахал пулать. Кан. Кăсья вăрри, карманник. См. кăсия.

шаймăк

ленивый. Нюш-к. Шаймĕк çын праçникре ĕçлеме пуçлать. (Послов.). Капк. 1929, № З. Вăхăт мар, кахал та... шаймăк. N. Шаймăк = юлхав. Орау. Шаймăк (о мальчике и взрослом). Ib. Шаймăк (так обзывали девочек?). Ib. Ашшĕ: çытарма аку кайтăр, тесен те, çапах, унта ытти ачасампа шаймăка вĕренесшĕн хăех каять. || Насмешник. Орау. Пулать те кам шаймăк ача, пĕр путлĕ сăмахĕ çук, сăмаха ялан лерелле ярса калаçать. Ib. Шаймăк ача тесе çынтан мăшкăласа кулакан, епле те пулсан çынна пĕчĕк сăтăр тăвакан, çынтан вылятса кулакан (любящего насмехаться, трунить, проезжаться) арçын ачана калаççĕ. КС. Шаймăк, шалун. Ib. Мăшкăласа çырать, шаймăк („шельмец“).

Шеремет

яз. имя. Рысайк. || В. Олг. Шеремет — осалăн акăшĕ. || Нарицательно —жалкий, бедный, бедненький, достойный сожалення, бедняжка. Стюх. Шеремет, бедняга, горемыка. Сред. Юм. Шеремет, начар çынна хĕрхенсе калакан сăмах. СПВВ. ИА. Çынна хĕрхеннĕ чух шеремет теççĕ. СПВВ. ФВ. Шеремет = мĕскĕн. СПВВ. ФН. Шеремет — апăрша. Зап. ВНО. Эх, шеремет, шеремет! епле пурăнатăн-ха эсĕ? Ib. Эх, шеремет, юлашки ануна та сутса ятăн-çке! Пшкрт. Эй, шеремет, чут вилесрен порăнат. Тюрл. Э, шеремет, асапланать, шеремет! Аттик. Халĕ вăл, шеремет, тен леш тĕнчере çын çăмне çыпçаймасть пулĕ, ни кунта пĕччен çӳрет пулĕ. Пумелкке туса ăна ырă вилĕсем хушшине кӳртер, тет. Изванк. Çынсем çул хĕррипе иртсе кайнă чух кураççĕ те (т. е. видят колдовством испорченный хлеб); эй, ку çынна, шеремете, пĕтерсе хунăç, теççĕ. (Из сказки). || Кан. Чĕлхисем çĕтрĕç вĕт шеремет пуçлăхĕсен! Пир. ял. Çӳрерĕç шеремет лавçисем вăрман тăрăх пилĕк таран юр ăшшĕн ашса. Елкер. Шеремет пуçсем пĕтнĕ ахалех. И. Тукт. Ав çав сăлтавпала пăшал лушипе пуçне çапса ватнă шеремете. || Употребляется в качестве вводного слова. Пазух. 109. Уй варринчи ватă çăки, апи тесе чĕнтĕм те, килех, ывăлăм, ай, темерĕ; ай, шеремет, яш ĕмĕр! N. Эх, шеремет, яш ĕмĕрĕ! Кăна пĕлнĕ полсан, çут çанталăк та корас мар-мĕн. Якейк. Ан, шеремет, яш ĕмĕр, çитнĕ çитмен иртсе кар. Зап. ВНО. Ох, шеремет, яш ĕмĕр, иртсе кайрĕ-мĕн тăвас! Сĕт-к. Ай, шеремет, ĕмĕрĕ карĕ. В. Олг. Эх, шеремет, она та исе килмерĕн-ĕç! Ib. Эх, шеремет, она та исе каймарăн-ĕç! НР. Пĕлтĕр хуçнă çăпатине, тор-тор! кăçал туса пĕтертĕм, шеремет! Тата мана кахал тиç, тор-тор! Ма шотласа калаç-ши, шеремет. Лапоть, начатый в прошлом году, в этом году доплел я. А еще меня называют лентяем! За что же так называют? N. Эх, шеремет. Хĕр тантăшсен! Лепле порнатăр-ши, пĕре корасчĕ. || N. Шеремет ачи. Ала 93. Ку мĕскĕн ача, шеремет, ăна-кăна нимĕн те пĕлмен, ашшĕ мĕн каланă, çапла тунă. N. Ай, шеремет этем ĕ! Хорачка. Е, çыньă та лайăх, шеремет: ĕçтерчĕ, çитерчĕ. Орау. Эй, шеремет çынни, мĕн хурлăх курать çав ĕç вăхăтĕнче! (как мучается). Пшкрт. Эй, шеремет çынĕ (хвалят). Ib. Эй шеремет порнăçĕ! Вот хорошая жизнь! Ир. сывл. 35. Илемлĕрен илемлĕ шереметĕн сăввисем. Кан. Ашшĕ, шеремечĕ, темĕн чухлĕ вăйлă усламăç пулсан та, Сĕнтĕрвăрринчех тăрса юлчĕ.

наян

лентяй; ленивый. Изамб. Т. Хăй пит наян. Т. Григорьева. Наянăн турри çывăхра, теççĕ. См. услап, кахал, хантар. || Лень. Баран. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе пире наян пусса килет, итлеми пулатпăр, суя сăмах калаçатпăр.

нахас

(наhас), лентяй. СПВВ. Нахас — кахал.

нӳрем

сырой. N. Нӳрем çĕр, влажная земля. || Ленивый. Чертаг. Нӳрем = кахал.

нĕрче

(н'э̆рџ̌э), двигаться медленно. Слеп. Нĕрчесе çӳрет мăнтăр çын, аран отать, кахал тата. Ib. Нĕрчесе çӳрет он кĕлетки.

нĕтĕрки

(н'э̆дэ̆рги), рыхлый, вялый. || Так называют рыхлых и вялых девушек. Шарбаш. Нĕтĕрки сăмăртарах (самăртарах?), кахал хĕрсене калаççĕ.

палăрăш

показанье. Ст. Ганьк. Кахал каларăшпе, сасан пулă палăрăшпе.

пилсĕр

неблагословенный. НИП. Пилсĕр — ашшĕ-амăш пехиллесе хăварман çын. Юрк. Пилсĕр япала, кахал, ĕçлеме ӳркенеттĕн, халĕ лаша ыйтса тăратăн. N. Пирĕншĕн, усал кăмăллăскерсемшĕн, пилсĕрскерсемшĕн (пархатарсăрскерсемшĕн) асапланса вилнĕ. Череп. Пилсĕр, неблагословенный (брань). || Недоброжелательный. N. Пилсĕр çын савăнĕ, унпа чĕрине пусарĕ. Расск. Вăл çынăн чунĕ пĕтĕмпех пăсăлнă, вăл пит кăмăлсăр, пилсĕр (без милости) пулса кайнă. Ашшĕ-амăшне. Пархатар ан курăр, пилсĕрскерсем! Турх. Хăвăн пилсĕр ăсупа хăна ху хурлăха хăвартăн. N. Пилсĕр кăмăла вăрахах хурлăх пусса антарĕ. N. Пилсĕр çынпа ырă тăвасси çинчен ан канашла. Альш. Манăн пиле çапла килет, чувство мне так подсказывает, предчувствую; пиле килнине тумасăр ан хăвар, делай так, как подсказывает тебе внутренний голос; унăн пилĕ тăрана пĕлмес, мĕн курнине пурне те хапсăнать; темĕскерле пилсĕр япала вăл: ĕç пуçличчен ăна курсан, ĕç ăнмас вара. || Жадный, скупой. Альш. Пилсĕр çынна «выла пӳлĕхçи» теççĕ. Кищаки. Пилсĕр = выçă куç, ĕмĕтсĕр. Сред. Юм. Пит пилсĕр çын олă, ôнтан япала илсе ôсах кôраймăн вара. Янтик. Ц. Сан пек пилсĕр çын тĕнчере пĕр çын та çук пуль. Ib. Ме, тăранман, пилсĕр, хăв ятна хăв çĕртен (çĕртетĕн). N. Вăл пит пилсĕр пулнă (был очень жаден), çынтан юлашки япалине туртса илме тăрăшнă (старался отнять у людей последнее).

пуç çавăр

околдовать, приворожить, отворожить. КС. Ун хĕрне пуçне çавăрса илсе тухса кайнă, теççĕ: ахаллинчен çав начар çĕре ма кайтăр вăл? Дик. леб. 48. Вăл (Елиса) чăнах та тухатмăш иккен, çавăнпа вăл патшана та, пĕтĕм халăха та пуç çавăрма пĕлчĕ, тенĕ. Н. Лебеж. † Чыкан ачи шап-шурă ача, пĕреççех (пĕрехçех) чуптуса пуç çавăрса илчĕ. Курм. Пуç çавратăп, çын çомне çавратăп. Хора ĕне пăрушĕ епле амăш тавра çавăрнать, ынатланать, çанашкал манпа ынатлантăр. Хора кĕсре тыхи епле ынатланать, çавăрнать, çанашкал ынатлантăр, манпа калаçтăр. Сар чăхă чĕппи епле амăш тавра ынатланать, çавăрнать, çанашкал манпала ынатлантăр, çавăрăнтăр. (Из наговора). Чураль-к. Хĕрсен пуçне çавăрмалли (наговор для привлечения любви). 1. Çитмил те çичĕ тĕслĕ çут-çанталăкра, ылтăн пахчара ылтăн хăмла шуччи; ылтăн хăмла шуччинче ылтăн хăмла; ылтăн хăмла ылтăн чашăкра; ылтăн чашăкра ылтăн кайăк; çав ылтăн кайăк епле чашкă çумне çыпăçăнать, çавăн пекех çав хĕр çав ача çумне çыпăçăнтăр. 2. Ылтăн пахчара ылтăн тенел, ылтăн тенелте ылтăн урапа. Çав урапа епле тенел тавра çавăрнать, çавăн пекех çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăрăнтăр. 3. Кăвак кăвакарчын епле аçи тавра ами çавăрнать, çавăн пекех çав хĕрпе çав ача пĕрле савăнса-кулса пурăнмала пултăр. 4. Вĕрене вутти вĕтрен пек, юман вутти хĕлхем пек. Çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăн пекех çунтăр. 5. Çитмил те çичĕ тинĕс урлă шап-шурă çуçлĕ, ылтăн туяпа, ватă старик килет çав ачапа çав хĕре пĕрлештерме. 6. Турă хăвачĕпе виççĕ сурать, виççĕ сапать. Çав ачапа çав хĕр пĕрле пурăнмала пултăр, тет. 7. Çитмил те çичĕ тĕслĕ çут-çанталăкра кĕмĕл пахча; кĕмĕл пахчара кĕмĕл хуран, кĕмĕл хуранта кĕмĕл купăста. Çав купăста епле вĕрет, çавăн пекех çав ачашăн çав хĕр ăшчикки вĕретĕр. См. эрешмен карти. Ст. Ганьк. Пуç çавăран чĕлхе. Кахал каларĕшпе, сасан пулă палăрăшпе, турă хушнипе çĕр çаврăнать, çаврăн, кун таврăнать, таврăн. Хĕвел çаврăнать, çаврăн. Çитмĕл çичĕ тинĕс уттинче ылтăн вăрман, ылтăн вăрманта ылтăн пӳрт, ылтăн пӳртре ылтăн сакай, ылтăн сакайĕнче ылтăн йăва, ылтăн йăва çинче ылтăн çамăрта, ылтăн çăмартаран тухнă хур-чĕпписем шăкăлтатса пурăннă пек, Яккупа Ульяна шăкăлтатса пурăнччăр. Кахал каларĕшпе, çитмĕл çичĕ тинĕс уттинче кĕмĕл вăрман, кĕмĕл вăрманта кĕмĕл пӳрт, кĕмĕл пӳртре кĕмĕл сакай, кĕмĕл сакайĕнче кĕмĕл йăва, кĕмĕл йăва çинче кĕмĕл çăмарта, кĕмĕл (scr. ылтăн) çăмартаран тухнă хур-чĕпписем шăкăлтатса калаçса пурăннă пек, Яккупа Ульяна шăкăлтатса пурăнччăр. Кахал каларĕшпе, çитмĕл çичĕ тинĕс уттинче пăхăр вăрман, пăхăр вăрманта пăхăр пӳрт, пăхăр пӳртре пăхăр сакай, пăхăр сакайĕнче пăхăр йăва, пăхăр йăва çинче пăхăр çăмартасем, çав пăхăр çăмартаран тухнă хур-чĕпписем шăкăлтатса калаçса пурăннă пек, Яккупа Ульяна шăкăлтатса пурăнччăр. Кахал каларĕшпе, сасан пулă пăхăрĕшпе (так!), кун таврăнать, таврăн, хĕвел çаврăнать, çаврăн, çĕр çаврăнать, çаврăн, уйăх çаврăнать, çаврăн. Çак çут-тĕнчере тухан ăшă хĕвел епле ăшăтса савăнтарать, çавăн пек çак Яккупа Ульяна ăшăнса, савăнса, шăкăлтатса пурăнччăр. || Завивать вилок, головку (о капусте). Трхбл. Купăста пуç çавăрать. У капусты уже завиваются головки.

каларĕш

тоже, что каларăш || Ст. Ганьк. Кахал каларĕшпе (по веленью лентяя) сасан-пулă палăрăшпе (siс!). N. Унтан ку Иван калат, тет: ылттăн чакак каларĕшпе, турă сăмахĕпе çак ăсса лартнă икĕ витре киле çитинччĕ! Срв. русск.: «по щучьему веленью». N. Эсĕ каланă пек — эсĕ каларĕш. Толст. Вăй патăр! тенĕ. — Эсĕ каларĕш пек пултăр, тенĕ çынни. Юрк. Ху каларĕш, турра шĕкер халĕ, çӳрекелетĕп. — Нумайранпа сана курманчĕ, тăван, пит япăхсаттăм, халĕ те киле таврăнтăн; сана курасса сунманчĕ, тет ялта пурнаканни те, савăнса.

кахал

(каhал), ленивый; лентяй; лень. Макка 181. Кахал каларăшпе, 77 тинĕс уттинче пăхăр вăрман, кахал каларăшпе, сасан-пулă каларăшпе (по веленью сазана). Ст. Чек., СПВВ. ЛП. Кахал = наян. СПВВ. ЕХ. Кахал — ӳркенекен çын. СПВВ. НН. Кахал — наян çын. СПВВ. КС. Кахал — ĕç хушсан, ĕç итлемен, наян çын. Ib. Ĕлĕк кахалпа юлхав улма йăвăç айне кĕрсе выртнă, тет те, çӳлтен улма татăлса ӳкнĕ, тет. Юлхавĕ: ма çăвара ӳкмерĕ-ши? терĕ, тет. Кахалĕ: ăна та калама ӳркенмест, терĕ, тет. Регули 4. Вăл кахал ĕçлеме. Он работать ленив. КС. Кахал çыннăн пурăнăçĕ çитмест. || Леность. Яргейк. Хам кахала хам калап. Гаворю о своей лени. Хир-б. Хайĕн кахалĕ те пурччĕ, курнать — вăрмана ĕçлеме кайнине курман.

кахал апачĕ

еда на отраде, за час или ранее до заката солнца и до ужина. Иккоео. Орау. Кăнтăрлахи апатпа каçхи апат хушшинче çиякан апата кахал апачĕ теççĕ. Апла ăна, ывăнса, тыр вырма ӳркеннĕ енне ларса çынăран каланă. Сĕт-к. Кăнтăрлахи апатпа каçхи апат хошшинче тыр выракансем хăш чох кахал апач çеççĕ (= çиеççĕ. Якейк. Пирн: яланах «каçхи апат» çаççĕ). Чуратч. Ц. Кахал апачĕ, обед в 4 — 5 час. вечера.

ăйăх

(ы̆jы̆х), сон. Тюрл. Ăйăх, сон. Урмай. Ăйăх пусса çитрĕ, тет, çаксене. Их клонит ко сну. У. Ларсан-ларсан, ăна ăйăх пуснă. Спустя некоторое время его начало клонить ко сну. Орау. Ăйху тăранчи? (или: çывăрса тăрантăн-и?). Выспался ли? Ib. Манăн ун чухне ăйăх уçăлиманччĕ, эп сан сăмахна ăнланимарăм. У меня в то время еще было сонное состояние, почему я не совсем понял твою речь. Ib. Кахал, ăйăха ярăнчĕ ĕнтĕ, кунĕ-кунĕпе çыврать! Лентяй, теперь уже навалился на сон, день-деньской спит! Ib. Ăйăх вăл çĕтĕк-çатăк майра пек, тит: чăссан, тăсăлап, татсан, татăлап, тесе калать, тит. Сон, говорят, похож на русскую женщину в лохмотьях. «Если меня натянуть» говорит он, — «я натянусь; если оборвать — оборвусь». Ib. Паçăр ăйăх пусрĕ те, халĕ уçăлчĕ ĕнтĕ. Давеча ко сну клонило, но теперь сон уже прошел. Ib. Эп, каç выртсан, ăйăх килме (или: килтĕр, тесе) кĕнеке вулап. Когда я ложусь вечером спать, то для того, чтобы заснуть быстрее, читаю книгу. Ib. Ăйха сĕрес, ăйха çапас, ăйха ярас ― (здорово) спать. Ib. Йăвăр ăйăхлă эп питĕ, вырăн çинчен сĕтĕрсе антарсан та, туймастăп. У меня тяжелый сон, я не просыпаюсь даже в том случае, если меня стащат с постели. Ib. Ăйăха вĕçтерес марччĕ, нушаланмалла ан пултăрччĕ. Не отогнать бы сна, не пришлось бы мучиться. || Метаф. N. Унăн ăйхи уçăлиман пулĕ-ха, ăна пĕрре тăхăнтартмалла, ăйхи уçăлтăр (т. е. его надо ударить, чтобы он прочухался, т. е. одумался).

яла-пала

(jала-пала), шалобольник, легкомысленный человек. Икково. † Кам кахал çын канторта, яла-пала ямшăкра (служит) ямщиком при волостном правлении.

йӳрĕк

живой, быстрый, расторопный. СПВВ. ПВ. Йӳрĕк ― старательный, расторопный. (Козм.). Поуч. и речи сельск. жит. Эсĕ халĕ тулли ӳтлĕ, йӳрĕк (= шухă) чунлă; ватăлсан, санăн шăммусем пĕрмечĕклĕ тирпе анчах витĕнсе тăрĕç. СПВВ. ЛП. Йӳрĕк = ĕçчен. Полтава 6. Хăш чух йӳрĕк лань (надо: план) пек вăл утса çӳрет çăмăллăн («лани быстрые стремленья»). Б. Олг. Йӳрĕк çын — работящий, трудолюбивый. Б. Олг. «Йӳрĕк çын - ловкий, ĕçлет». || Имя героя в сказке, который выполнял трудные вещи, пользуясь словами: «Пӳлĕх, пӳлĕхçи, уланка пулă калашне (çак патша хĕрĕ пĕтĕ пулнине курăттăм)». Собр. 237. Ĕлĕк пĕр кахал йӳрĕк пурнать, тет. || «Растяпа, вялый; небрежный». М. П. Петр.

йĕрке

(jэ̆ргэ, jэ̆рэ), порядок, чин, церемония. N. Вăл чӳкĕн йĕрки ак çапла. Порядок этого жертвоприношения вот таков. N. Пĕри пĕр тĕрлĕ, тепри тепĕр тĕрлĕ кăшкăрашнă, ним йĕрки те пулман (никакого порядка не было). Чăв. й. пур. 26. Пӳртне çынсем йĕркине лартман, хыçала, çынсем хыçне, лартнă. Избу поставил не в общем порядке, а на задах. КАЯ. Çавăн пек ĕç йĕркине ăстариксем хытă пĕлеççĕ. || Очередь. Ашшĕ-амăшне. Ну, Лисахви, тенĕ: халĕ санăн йĕрке ĕнтĕ (теперь твоя очередь). N. Вырăн çине выртма-кăна йĕрке юлсан... Юрк. Чăваш та пырса чарăннине курсан, лешсем кунтан куласшăн: итле-халĕ, чăваш, сана авăртма йĕрке (рет) час тивес çук, эсĕ чи кайран килтĕн. Куратăн, санран малтан килнисем нумай; час авăртса каяссу килсен, тутар сăмахне: бзав, тесе, пире каласа пар, тенĕ. Рекеев. Йĕрке хывас или: рет хывас, обходить родных (визитировать) в первый день Пасхи. || Ряд (людей). Янбулат. † Йĕрки-йĕрки хĕр тăрать; ларас текен нăмай полч чон савани (саванни?) полас çок. Стоят рядами девицы; много оказалось желающих сесть, но нет среди них такой, которая была бы по душе. Сĕт-к. Выçакансем йĕрке туса тăраççĕ. Играющие образуют ряд. || Строка. Якейк. Б. Олг. Йĕрке, строка (письма). || Венец (бревен). Б. Олг., КС. Изамб. Т. Кутник тĕлĕнче маччаран пĕр-ик йĕрке аяларах сент(ĕ)ре пулат. || Строка в лапте. Пухтел. || Табель, таблица. М. П. Петр. || Обряд, обычай. Туй. Ашшĕпе амăшĕ калаççĕ: эй ачам, пиртен тухнă йăла мар, авалтан, ваттисем кăларнă йĕрке, теççĕ. N. Ку йĕрке çапла пĕтет. Чхĕйп. Вăл йĕрке пĕтсен. Когда окончится этот обряд. Бюрганский. Акă унăн йĕркине эпĕ сире каласа кăтартам-ха. Ib. Акă эсĕ мана вилнĕ çынсене асăнас йĕркене каласа парчĕ. Юрк. Карта пăтти те çӳк йĕркиех. N. Вара чӳк йĕркине калама пуçлать (молитву). Шурăм-п. № 22. Ĕлĕкрен юлнă йĕрке. Стариниый обычай. К. -Кушки. Тата, пит кирлĕ пулсан, тăхăр ялпа учук тунă йĕркине ярăпăр; ăна çырса хурас терĕç. || Повод; обстоятельство. Макка 130°. Эпĕ авланнине есир пĕлетĕр-халĕ. Йĕркине те пĕлетĕр пулĕ. || Обыкновение, правило. Ст. Чек. Упăшка хыççăн кайса: упăшка йĕркине тытса, упăшкана мĕн кирлине парса тăрса... Суждение. Намăс йĕркине пĕлмен вĕсем, çарамасах пурăннă. || Дело, касающееся чего-либо. Ч. С. Унта (т. е. в больницу) кайсан та, самай пулас çук çав (то-то и есть что... ему не будет легче...), ку пулнитса йĕрки мар; пулнитса йĕрки пулсан, кунта та турленĕ-ччĕ вăл. (Из рассказа «тетене керемет тытни»). Такмак. Эсир мĕн йĕркепе (зачем) килтĕр? N. Эпĕ вăрă туса, вăрă йĕркипе мар (не по воровскому делу) карăм салтака. || Уклад жизни. Изванк. Ватă-вĕтĕ пулмасан, пĕр йĕрке те килмеçт, теççĕ. (Посдов. Чхĕйп. Пуçлăхсам та, çаксĕне тĕрĕс туса тăмасан (если не будут это выполнять), халăха ырă йĕркепе усрияс çук. || Значение. Юрк. Курпунна кăларса, кутна мăкăртса, хытăрах ĕçлесен, тин çын йĕркине кĕрĕн, унсăрăн кахал анчах пулса тăратăн. || В качестве послелога. Юрк. Салтак йĕркипе (по делу о воинской повинности) пире, тетепе иксĕмĕре, прикаса чĕнтерчĕçĕ. Регули 167. Эп омпа поплесе пол тытнă тăрăх (или: тытнă йĕркипе). Я говорил с ним о (по поводу) рыболовства. || Случай. Кан. 1927, № 210. Ыӳрт пĕренисене те çав йĕркепех йӳне илтĕм. N. Эпĕ унăн йĕркине тупăп. Я разберусь в этом деле, т. е. добьюсь того, чтобы оно было решено по закону. (Так сказал человек, неправильно увояенный с должности). || Поветрие. В. Олг., Пухтел. К.-Кушки. Халăх йĕрки, поветрие. Ib. Санăн куçă мĕшĕн пăсăлнă? — Темĕншĕн, те халăх йĕрки пулчĕ. ||. Занятие; отрасль хозяства. Чтен. по пчел. № 17. Вĕлле хурчĕ йĕркин усси çинчен.

вăй

(вы̆j), сила; средства. Регули 326. Вăй патăр! Собр. Ку айкки, леш айкки вăй патăр. (Чӳлĕк туртни). Альш. Тапна çĕртен тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтйр. Ст. Ганьк. † Тарăн вар тăрăх çул килет, икĕ аяккипе хĕр килет; ăна, тытса, çуп-тусан, çамрăк пуçа вăй (энергия) кĕрет. N. † Кукăр-макăр çул пырат, кукăрипе хĕр пырат; ăна, тытса, чуп-тусан, çамрăк пуçа вăй кĕрет. Сала 302. Вунă пӳрне вăйĕ тан мар. (Послов. ). Истор. Кĕрешсен-кĕрешсен, Мстислав вайран сулăна пуçланă (начал выбиваться из сил). Макка 44. † Вăрăм çулпа килтĕмĕр хура-тур лаша вăйĕпе. Ала 11. Манăн киле кайма вăй çитес çук (сил не хватит), кунтах çăвăрас (= çывăрас) пулĕ. Серг. Рад. Ялан вăйпа ĕçлемелли ĕçсене ĕçленĕ (выполнял тяжелую работу). Панклеи. Карчăк патак илет те, çак хĕре поçĕнчен мĕн вăй çитессипе (насколько хватает сил) çапать. N. Вăй патăр пуса татма! Якейк. Тытрăм-турăм тотине (поцеловался), çамăрăк (siс!) Чона вăй килчĕ. Букв. 1908. Çывăрсан, ăна вăй кĕвĕ (она отдохнула). А. П. Прокоп. † Эпĕр ĕçни, эпĕр çини улт уралă хуртан вăqĕсем. КС. Вăй патăр! Бог помочь! (Отвечают: «тавах!»). Сред. Юм. Вăй патăр! Тор пôлăштăр! Ч. П. Хура сăсар (написано: «сасар» — дважды) йĕрне йĕрле-йĕрле, чикĕ чĕр-куççи вăйне эпĕ пĕтертĕм. О сохр. здор. Вăй çитменнине (непосильную работу) ĕçленĕрен. К.-Кушки. † Вăй кăларса ĕçлерĕм, вăйлă туйпа памарăн. (Хĕр-йĕрри). Сред. Юм. Вăй кĕрсе çитнĕ çын, взрослый человек. Ст. Дув. † Ӳссе çитĕнеет ар ывăлĕ, патша патне каят, вăй хурат. Сиктер. Турă, сана асăнатăп хура халăх вăйĕпе. Юрк. Чипертерех тăракан çынсене, çыру пĕлекенсене, хайсенĕн вăйĕнчен чăвашла кĕнекесем илтерсе вулаттарнă. Ib. Вăл кахал, çын вăйĕпе-кăна пурăнасшăн (хочет жить на чужой счет). Ib. Улпучĕ именине тертленсе тытса тăрат, правиччĕлĕсем ун вăйĕнчен пуйса выртаççĕ. Макка 218. Акă сана (киремети) хур паратпăр, мĕн вăй çитнипелен анчах. {{anchor|DdeLink19642142371547}} N. Вăй çитнĕ таран, но силе возможности. N. Манăн та çаc (= çиес) килет, тульккă вăй çитеймĕçт (не хватает средств). Истор. Хулăм тӳлеме вăйĕ çитейменнисем пĕрер арăмран ытла илмен. N. Ывăлĕ кăçал-кăна вăй пара пуçларĕ (= пулăша пуçларĕ). || Ущерб. Риккошкăнь-Янасал. † Стаккан çутă тийиса (= тиеесе), тĕп корниччен ĕçес мар, хуçине вăях тăвас мар. См. вуй, вый, вой.

Энтери апачĕ

«во время жнитва, часов в 5—6 вечера, или вообще во время косьбы обод между кăнтăрла и каçхи апат (пабедье)». Череп. И. Карм. Энтĕри апачĕ вăхăтĕнче = хĕвел анас умĕн пĕр сехет малтан. См. кахал апачĕ.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

бездельник

сущ.муж., бездельница жен. (син. лентяй)
кахал, наян, юлхав

да

2. союз
1. соединительный (син. и) тата, та, те; -па (-пе); в нашем лесу растут сосна да ель пирĕн вăрманта хырпа чăрăш ӳсеççĕ
2. присоединительный (син. вдобавок) тата, çитменнине; Было холодно. Да ещё дождь пошёл Çанталăк сивĕччĕ. Çитменнине тата çумăр çума пуçларĕ
3. противительный (син. но, однако) анчах; та (те); Он способный, да ленивый Вăл пултаруллă, анчах кахал

ленивый

прил. (ант. трудолюбивый), лениво нареч.
кахал, наян, юлхав, ӳркенчĕк; ленивый человек наян сын; идти ленивой походкой ӳркенчĕклĕн уткала

лодырь

сущ.муж.
кахал, наян, ӳркенчĕк

полдник

сущ.муж.
кахал апачĕ, кахал кăнтăрли (кăнтăрлахи тата каçхи апат хушшинче çикелени)

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

лежебока

юлхав, кахал, наян.

ленивец

-вца юлхав, наян, кахал ҫын, ÿркенчӗк, ÿркевҫӗ, юлхавҫӑ.

ленивый

юлхав, наян, кахал, юлахай, лÿппер, чуман (лӑша), накас, ÿркевҫӗ, ÿркенчӗк.

лентяй

юлхав, кахал, наян, юлахай, услап, тӑсӑк, лÿппер, ÿркенчĕк.

лодырь

м. разг. кахал, наян, тӑсланкӑ, услап, панккамас, тӑсак, тӑмкка, ҫапкаланчӑк.

нерадивый

ӗҫлеме юратман (ҫын) юлхав, наян, кахал (ҫын).

трутень

-тня 1. сăрă, сăрă хурт; 2. перен. харампыр, кахал, наян.

байбак

байбак (1. сăвăр; 2. перен. юлхав çын, кахал çын).

бездельник

ĕçлеме юратман çын, кахал, юлхав, сулланчăк, сĕтĕрĕнчĕк, аппаланчăк.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

байбак

м. 1. сăвăр, мăн сăвăр; 2. перен. кахал, юлхав çын.

бездельник

м. разг. 1. юлхав, наян, кахал; 2. бран. путсĕр çын, ăçтиçук.

лежебока

м. и ж. разг. кахал çын, сĕлевĕс.

ленивый

прил. 1. юлхав, кахал, наян, ӳркенчĕк, тĕрен, услап; ленивыи человек капаш (е юлхав) çын; 2. (о движениях, походке) лӳппер, мăран, ӳрĕк-сӳрĕк; 3. (о животном) лӳппер, чуман, кĕсмен; ◇ ленивые щи чĕрĕ купăста яшки; ленивые вареники хуран кукли.

лентяй

м. кахал, юлхав, наян, услап; у лентяя дело не спорится кахалăн ĕç ăнмасть.

лодырь

м. разг. кахал, наян, юлхав, ӳркенчĕк, услап, кĕсмен, ханттар; у лодыря кошелёк пуст ӳркенчĕкĕн енчĕкĕ пушă; ◇ гонять лодыря см. гонять.

нерадивый

прил. тăрăшусăр, тимсĕр, тăрăшман, çиелтен (е тирпейсĕр) тăвакан юлхав, кахал, ӳркенчĕк, сӳрĕк; неравный работник тимсĕр работник; неравное отношение к занятиям ĕç çине çиелтен пахни.

полдник

м. кахал (е кĕçĕн кăнтăрла) апачĕ.

тетеря

м. и ж. прост. 1. см. тетерев; 2. обычно с опред.: сонная тетеря ыйхă чăпти; ленивая тетеря кахал; глухая тетеря хăлхасăр.

трутень

м. 1. (пчела) сăрă, сăрă хурт; 2. перен. (бездельник, лентяй) кахал, наян, харам пыр.

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

кахал

[kahal]
pigro, pigra, pigrulo
кахалтан кахал — la plej granda pigrulo
ан кахаллан! — ne pigru!
кахала пер — pigri

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

кахал

юлхав; наян. Васказа ан-ду, каѓал (юлгав) ан-бол [Чуваш 1870:12]; Аса илтĕм Элĕк халăхне: ку ял халăхĕ ĕлĕкех латлах марччĕ: кахал (наян)-ччĕ, эрех ĕçсе çапкаланса çӳрекен нумайччĕ <…> [Комиссаров 1918:12].

Çавăн пекех пăхăр:

кахак кахакла кахал кахал апачĕ « кахал, » кахаллăн кахаллăх кахаллан кахаллантар кахат

кахал,
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org