Шырав: таврăн

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

ахаллĕн

1.
безрезультатно
ничего не добившись
с пустыми руками

ахаллĕн таврăн — вернуться, ничего не добившись

вĕçев

летный
воздухоплавательный, летательный

космос вĕçевĕ — космический полет
çĕрлехи вĕçев — ночной полет
вĕçев апарачĕ — воздухоплавательный аппарат
вĕçев программи — программа полета
вĕçеврен таврăн — вернуться из полета

кутăн

2.
назад, обратно, вспять
кутăн таврăн — возвращаться обратно
кутăн чак — пятиться назад
Çапма пĕлмен пушă хăйнех кутăн лекнĕ, тет. — посл. Не умеющий бить кнут по себе ударил.

отпуск

отпускной
декрет отпускĕ — декретный отпуск
кĕске сроклăх отпуск — краткосрочный отпуск
хушма отпуск — дополнительный отпуск
черетлĕ отпуск — очередной отпуск
эрнелĕх отпуск — недельный отпуск
отпуск вăхăчĕ — отпускное время
отпуск укçи — отпускные (деньги)
отпускри çын — отпускник
отпуск пар — предоставить отпуск
отпуска тух — уйти в отпуск
отпускран таврăн — вернуться из отпуска
ăна отпускран чĕнсе илнĕ — его отозвали из отпуска

пушăлла

2.
безрезультатно, впустую, ни с чем
пушăлла таврăн — 1) вернуться порожняком (напр. о машине) 2) вернуться ни с чем

та

I. союз

1.
и, да
при повторении и... и...
в отрицательных оборотах ни... ни...
шыв тарăн та таса — вода глубокая и чистая
икĕ ывăл та пĕр хĕр — два сына и одна дочь
кай та часрах таврăн — иди да побыстрее возвращайся
унта та, кунта та — и здесь и там, и там и сям
вăл унта та, кунта та çук — его ни там ни здесь нет

тавăрăн

2.
то же, что таврăн

таврăн

1.  глагол движения,
обозначает действие в обратном направлении
перевод зависит от способа передвижения:

возвращаться, прибывать, приезжать, приходить и т. д.
вăрçăран таврăн — вернуться с войны
каялла таврăн — вернуться обратно
киле таврăн — вернуться домой
курма таврăн — приехать на побывку
чупса таврăн — прибежать обратно

таврăн

2.
успеть съездить, сходить
обернуться
разг.
кун хушшинчех таврăнтăм — я съездил туда за день

таврăн

3. диал.
сделать оборот, круг (на пашне)

тĕрĕс-тĕкел

благополучно, нормально
тĕрĕс-тĕкел кайса кил — сходить, съездить благополучно
тĕрĕс-тĕкел таврăн — благополучно возвратиться

уйăхлăх

2.
на месяц
уйăхлăх вутă — запас дров на месяц
пĕр уйăхлăх — отпуск месячный отпуск
çартан уйăхлăха таврăн — приехать из армии на месяц

хăналан

2.
быть в гостях
хăналанса таврăн — возвращаться из гостей

ыррăн-сыввăн

благополучно
в добром здравии

çулçӳревран ыррăн-сыввăн таврăн — благополучно вернуться из похода

çар

армейский, военный, воинский, войсковой
çарпа авиаци тата флот — армия, авиация и флот
инженери çарĕсем — инженерные войска
ракетăллă çарсем — ракетные войска
совет çарĕ — ист. советская армия
сывлăш десант çарĕсем — воздушно-десантные войска, ВДВ
çуран çар — пехота
утлă çар — конница
xĕрлĕ çар — ист. красная армия
чикĕри çарсем — пограничные войска
яланхи çар — регулярная армия
çар академийĕ — военная академия
çар атташи — военный атташе
çар ăсталăхĕ — военное искусство
çар бази — военная база
çар дисциплини — воинская дисциплина
çар званийĕ — воинское звание
çар ĕçĕ — военное дело
çар комиссариачĕ — уст. военный комиссариат
çар округĕ — военный округ
çар хĕсмечĕ — военная служба
çар соединенийĕ — войсковое соединение
çар çынни — военный, военнослужащий
çар техники — военная техника
çар хатĕрĕсем —боеприпасы, военное снаряжение
çар часĕ — вбинская часть
çар тивĕçне пурнăçла —выполнить свой воинский долг
çара ил — призвать в армию
çара кай — идти в армию
çара ăсатни — проводы в армию
çартан таврăн — возвращаться из армии, демобилизоваться
Хĕçĕ касса пырать, çарĕ ӳксе пырать. (Утă çулни).  — загадка Меч все рубит, а войско все падает. (Косьба).

çурма

соотв. элементу
пол-, полу- в сложных словах:

çурма ăслă — полоумный
çурма йывăр виçе — спорт. полутяжелый вес
çурма çăмăл виçе — спорт. полулегкий вес
çурма колонисем — полуколонии
çурма проводник — полупроводник
çурма пушхир — полупустыня
çурма сасăпа — вполголоса
çурма çарамас — полуголый
çурма тăлăх — полусирота
çурма финал — полуфинал
çурма хĕл — ползимы, середина зимы
çурма чăваш, çурма нимĕç — получуваш, полунемец
çурма çултан таврăн — вернуться с полдороги

çӳрев

поездка
поход
странствие
уст.
инçе çӳрев — дальний поход
çӳреве кай — отправиться путешествовать
çӳреврен таврăн — вернуться из поездки

ăшă

теплый, южный
кайăксем ăшша вĕçсе кайрĕç — птицы улетели на юг
ăшă енчен таврăн — возвратиться из теплых краев

ĕçлеме

диал.
работа
ĕçлемерен таврăн — прийти с работы

ĕшен

1.
уставать, утомляться
ĕçпе ĕшен — уставать от работы
ĕçрен ĕшенсе таврăн — вернуться с работы усталым
ĕшенсе çит — дойти до крайнего утомления, измаяться
утса ĕшен — устать от ходьбы
лаша ĕшенчĕ — лошадь притомилась

шакка


ахалех шаккаса таврăн — вернуться ни с чем
шаккаса кала — прочитать нотацию, предупредить строго-на-строго

таврăн


кун таврăнчĕ  
1) день пошел на прибыль (после зимнего солнцестояния)
2) день пошел на убыль (после летнего солнцестояния)~~
уйăх таврăнни — полнолуние
çилли таврăнать — он отходит, гнев его проходит

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çăлтăр

(с’ŏлдŏр, сы̆лды̆р), звезда. Вопр. Смоленск. 1) Çичĕ çăлтăр, Большая Медведица, 2) икнĕ(?) çута çăлтăр, вращаются вокруг неподвижной (оси), З) хĕрес çăлтăр, 4) курка çăлтăр, 5) выйлă çăлтăр, 6) христос çăлтăр, 7) такана çăлтăр. СТИК. Çăлтăра чашкă пысăкăш теççĕ, уйăха йĕтем (ток) пысăкăш. Трхбл. Çăлтăр мĕн пысăккăш? — Çалтăр пирĕн пысăк ала пысаккăш вăл, тетчĕ пире анне. Ст. Чек. Çăлтăр йĕтем пек (величиною с ток). Альш. Ирпе çăлтăрсем сӳнчĕç (погасли). Ib. Кашни çыннăн пĕлĕт çинче хăйĕн пĕр çăлтăр пулать, тет: çуралнă чухне тухать, тет те, вилнĕ чухне пĕлĕт çинчен ӳкет, тет. Ib. Çăлтăрсем куçĕсене чалăртса пăрахнă (сивве). Вызвездило (к морозу). Сред. Юм. Çăлтăрсĕм куçĕсене чарса (уçса) пăрахнă (в ясную холодную ночь, когда ясно виднеются звезды). К.-Кушки. Çăлтăрсем туха пуçланă (показались). Ст. Ганьк. Çĕр тавранать — таврăн; уйăх тавăрăнать — таврăн; çăлтăр таврăнать — таврăн; кун таврăнать — таврăн. (Из наговора). N. Çăлтăр хыççăн çăлтăрсем, вĕсен шучĕ çук. Н. Лебеж. Эпир, эпир, эпирччĕ, утмăл икĕ хĕрччĕ, çутăличчен çук пултăмăр. (Çăлтăр). ГТТ. Çăлтăр аннисем, çăлтăр хăпарни, çăлтăр сӳннисем те пур. Ib. Çĕрле пулсан, уйăх-çăлтăр курнă эпĕ. N. Шывра çăлтăр ĕмĕлки корнать. Юрк. Кĕвенте çăлтăр, çутă çăлтăр, ала çăлтăр. Çич çăлтăр. Пшкрт. Кӳенте çăлтăр; ала çăлтăр. Ст. Чек. Çăлтăр сăват — куçĕсем пит те час-час пĕр енчен тепĕр енне пăхаççĕ, пуçĕ те час-час пĕр енчен тепĕр енне çавăрăнат. Сред. Юм. Пĕчик ача таса, илемлĕ пôлсан: ачи çăлтăр пик, теççĕ. Хурамал. Çăлтăр ансан, çын вилет, теççĕ. Курм. † Пирĕн куçран мĕн пăхас, çут çăлтăра корман-и? Н. Карм. † Пуçу çине çăлтăр антăр! (Пожелание смерти, проклятье). N. Эп сана çăлтăр кăтартса ярăп, или: эсĕ манăн çăлтăр курăк (иначе: вут çути кăтартăп). Я тебя так ударю, что искры из глаз посыпятся. || Метеор. МПП. Çăлтăр ӳкни. || Фамильное прозвище мужчины. Козыльяр.

çăлен чĕлхи

наговор против укуса змеи. Н. Богданов. Çĕлен чĕлхи. Çĕлен сăхсан выльăх та, этем те шыçăнса каять, ун шыççи хытă тăрать, алăпа пуссан, латăртатса путать. Пуссан, путать те, алла илсен, каллах хăпарать. Ăна малтан шывпала вĕрсе вĕçтереççĕ, унтан уçлам-çу çине вĕрсе, ăçтан çĕлен сăхнă, çавăнтан вĕрнĕ çуне сĕреççĕ. Вĕрнĕ чухне çапла калаççĕ: куçран, хаяртан, хаяр куçран усал сехмет, усал хаяр çулăхнăччĕ — таврăнать, ырă кун пар, ырă çул пар, ырă сехет тĕлне ту, усала-тĕселе сир, турă хушнипе вĕрнĕ чĕлхем сипетлĕ пултăр; турăран ырăлăх, этемрен сиплĕх; çилпе килсен, çилпе кай; çулпа килсен, çулпа кай; ан тавлаш, ан хирĕç, кун таврăнать — таврăн, çĕр таврăнать — таврăн, хĕвел таврăнать — таврăн, куçран, хаяртан, хаяр куçран, вĕри хаярĕнчен, сивĕ хаярĕнчен, çул хаярĕнчен, (?) хаярĕнчен, ăншăртлă хаярĕнчен, ăншăртлă тул хаярĕнчен, усал сехмет çулăхнипе таврăнать, ан тавлаш, ан хирĕç, таврăн. Курм. Çĕлен чĕлхи соратăп. Туй хоран тĕпне хăнча çĕлен сăхса витерчĕ, çавăн чохне тин сăхса витертĕр. Чохăн хоран тĕпне хăнча çĕлен сăхса витерчĕ, çавăн чохне тин сăхса витертĕр. Пшкрт. Çетмĕл те пен ылтăм кĕрепĕç, ылтăм кĕрепĕçре çетмĕл те пен ылтăн пакча. Çетмĕл те пен ылтăм пакчара çетмĕл те пен çатма. Çетмĕл те пен çатмара çетмĕл те пен ылтăм çăмарта. Она хăнча ылтăм хĕлĕк веттĕр сăкса полтарат, он чокня сăкса полтартăр. Хора çĕлен шуйĕ хора тенĕсре, манăн кон пăк (дальше повторяется: кĕмĕл кĕрепĕç, пăхăр кĕрепĕç и т. д.).

таврăн

то же, что тавăрăн. Чăв. й. пур. 37. Унтан, Яхуть таврăнсан, хай Çимун та ĕçме пынă. N. Ир енĕпе (к утру) таврăнтăмăр. Синерь. Кайăк патнелле калех таврăнать, тет, кайăкăç. Тĕллет, тет, кайăкăç калех, ăмăрт-кайăк татах тархасла пуçларĕ, тет. Хай кайăкăç калех таврăнса кайрĕ (повернулся и пошел), тет. N. Лашасем пăхса таврăннă чухне эпир мĕн-те-пулин тăвас тесе шухăшларăмăр. || В перен. см. Альш. Савмастăр пулсан (если ты не любишь), каласа ярăр: ман кăмăлăм таврăнтăр. || О месяце. См. уйăх тавăрăнни. N. Уйăх таврăнса çурри анчах юлсан, ăна уйăхăн иккĕмĕш чĕрĕкĕ (надо: каялла уйăх тăххăри) теççĕ.

таврăн

(-ры̆н), глубокий. Персирл. См. тарăн. Яргейк. Таврăн сухала (паши глубже), нумайтарах çăкăр чăмлăн. (Послов. заимствована с русск.).

тарăн

(тары̆н), возвращаться, ворочаться назад. См. таврăн. Пшкрт: иҕэ̆ п̚иччэ̆ш кил’эччэ̆, к’аjы̆к хыс’с’ы̆н с’ӧрӓзӓ каjалак тары̆наччы̆ (возвращаются с охоты).

тек

(тэк, т’эк’), все, то-и-дело, assidue. НАК. Хăй тата ниçта каймасăр кулĕ тавра (кругом по озеру) калла-малла тек ишкелесе çӳрет (утка). Перев. Хамăр нимĕн çинчен те шухăшламастăпăр, текех тататпăр (знай себе рвем ягоды). Н. Лебеж. † Выляма тесе, тухрăм урама, тек пăхаççĕ манăн сăн çине (на мое лицо). Сред. Юм. Тек хăраса çӳре онта (все бойся там), арран ирĕке тôхрăмăр. N. Вĕсемпе тек килĕштермесĕр пурăнатпăр (все ссоримся). Изамб. Т. Çапла тек (всё) лашасене çавăрса аштараççĕ. Юрк. Пĕри хăй амăшне, ватă çынна, хире пăрçа вырма илсе каят. Амăшĕ, вырнă чухне пĕр пăрçине, çиме тесе, çăварне хыпсан, шăлсем çук пирки çиеймесĕр, тек çăварĕнче чăмласа тăрат (горох остается у нее во рту не разжеванным). М. Васильев № З, 51. Шор лашапа эпĕ тек (мĕн тăвас тен выльăха?) пĕлĕт çине олăхап пек. Янтик. Пĕрре çаптарас пулать сана кутран, вара тек вырăн çине шăма пăрахатăн эс (перестанешь постоянно мочиться в постели). || Гиперболически. СТИК. Мĕн тек пĕтĕм ачу-пăчупа йăхланса çӳрен? (Говорят про женщину, идущую куда-нибудь со всем семейством, с ребятишками). Ib. Лапăртатса ан тăр тек! Не болтай. Ib. Çывăрса ан вырт ĕнтĕ тек, тăрас пулат! || Плеонастически. Орау. Вăл (она) хăш чухне, хутса ярсан, хупма (скутать печь) тек килекенччĕ. || Всё (в смысле „всюду“). N. Манчжуриара (= Манжурире) тикĕс вырăн пит сахал, тек тусем. || Больше, amplius, ultra. N. Тек ан таврăн! Тек ан таврăн (больше не возвращайся)! тесе, хĕнерĕ, тет те... N. Çăварна тек ан кар. Истор. Новогород çавăнтан кайран тек ирĕке тухайман вара. Альш. Амăшĕ калат, тет; тек çăкăр çук ĕнтĕ (больше хлеба нет), тесе калат, тет. N. Текех тăвассăм çук ун пек (больше не буду делать). N. Иляна вăл текех курайми пулнă (с этого времени возненавидела). Ала 17°. Халĕ ĕнтĕ эпĕ сирĕн патăрта вуникĕ çул пурăнтăм, текех (больше) кунта пурăнма юрамасть, каяс пулать. N. Текех ун çине те шанми пултăм. Я больше на него не надеюсь). Ала. Тек ан калаç, эпĕ хăратăп. Дальше (больше) не рассказывай, я боюсь. Торп-к. † Эпĕ сире текех кисе курас çук (больше не приеду к вам повидаться), сыв полăр та, пор полăр! Яргуньк. Сутнă чух ман пуçăмри йĕвене ан пар; парсан, мана текех кураймăн (больше не увидишь), терĕ, тет. Ой-к. Текех пыман вара. Больше не приходил. N. Килтен хут (письмо) илмесĕр текех хут ямастăп. Лашм. † Пирĕн çак тăвансем тек килес çук (больше не придут); килсессĕн, пăха пĕлес çук (мы не сумеем принять с должным почетом). N. Тек (больше) ним те çырма пĕлместĕп (в письме). СВТ. Нумайĕшĕ: çын шатра чирĕпе пĕрре чирлесессĕн, нихăçан та текех шатра тухмасть, теççĕ. Сĕт-к. Салтака тохса кайнă чоне: сыв полăр та, пор полăр, текех килсе кормăпăр, тесе, макăрса йорлаççĕ. N. Ăна текех хистемен вара. Его больше уж не принуждали. Регули 1301. Тек ан кил. Больше не приходи. Постоянно не приходи. N. Пĕр каланă пулсан та, анчах тек ан калатăр. Если сказал, то пусть не повторит того. || Опять. N. Этем пĕрре вилсен, тек пурăнасси пур-и? Янтик. Халь ĕнтĕ пĕрене хатĕрлесе çитертĕм, тек кайса шырас хуйхи çук. || Еще. N. Ман пек хĕн ĕçсене, ырă ĕçсене пит тĕплĕ туса пурăнакан çын çĕр çинче тек пур-ши вара. || В состоянии бездеятельности. Встреч. в след. обороте. N. Тек тăр-ха, ан вĕлер! Стой, не убивай. Микушк. † Ылттăнах та хачă, кĕмĕл ункă, кăтачĕсем çукран тек тăрат (ножницы лежат так, т. е. без употребления). Пазух. Юрлаймăттăм — юррăм та, ай, тек тăрать (иначе мои песни останутся так, т. е. без приложения). || Лашм. † Ай хаях та миллай, хамăр савни, эп каймантан тек кĕтсе тăрать пулĕ (вар. эп каяймантан тек кĕтет, т. е. всё ждет меня, чтобы взять замуж?). Кама. Эсĕ те кунĕн-çĕрĕн кĕнекепе. Сан пирки мана вăрçаççĕ. Ларасчĕ майланса тек кăна. Пĕтĕм ял сан çинчен калаçать.

шатун

(шадун), шатон (шадон), назв. болезни лошади. СПВВ. Т. Шатун тесе лашана вĕлерекен чире калаççĕ. КС. Шатун пулчĕ (лошади). Ст. Ганьк. Шатун, болезнь, котороя часто заражаются лошади. Зап. ВНО. Шатон, лошадиная болезнь, при которой лошади хромают, бегают „бессознательно“, мало едят и в конце концов умирают. Ст. Ганьк. Вĕри шатунĕ таврăн, сивĕ шатунĕ таврăн, чупкăн шатунĕ таврăн, ăншăртлă шатун таврăн, вăпăрлă шатун таврăн, алпастлă шатун тавранă из наговора). || Зап. ВНО. Шатон, бранное слово, относимое большею частью к лошадям. Орау. Шатун! — ругают лошадь. Питушк. Эй шатун! (лошади — тыттармасть). СТИК. Эх, шатун петĕр ку ачана, тем çĕмĕрсе çӳрет. Ст. Чек. Э, ĕнтĕ, шатун, çитĕ сана ĕçме! (Говорят лошади ласково). || Алдиар. Шатун — ăнса пыман (лата ларман) ĕçе калаççĕ.

пыр

итти, ходить. С. Тим. † Пыраттăм, пыраттăм çулпала, вуникĕ кашкăр тĕл пултăм. Чăв. й. пур. Прухха та ун патне пыма пăрахнă вара (ходить перестал к нему). Абыз. Ай ман хыçран такам пырать. СТИК. Çулпа 20 салтак пырат (но: çулпа салтаксем çирĕмĕн пыраççĕ; еще: пӳртрен виçĕ ача сиксе тухрĕç те, сиккелесе выля пуçларĕç). Якейк. Эс пырсан, эп каймалла та, эс пырасса пĕлместĕп. Я поехал бы, но не знаю, согласен ли ты на это. Кан. Пыр та çыпăç ун патне! т. е. он теперь важное лицо. N. Манăн та пырас-и? И мне итти с вами? — Ан пыр (или: пымасан та юрĕ). Юрк. Пырах та, пыр, пырах та, пыр, тенĕрен улпучĕ те: юрĕ, юрĕ, пырăп, пырăп, тет (улпучĕ, пит варлă чĕннĕрен). Ib. Миçе кун пыннине (ехали до города, где сейчас идет беседа), епле çитнине каласа кăтартаççĕ. Ib. Пĕрин аллинче нимĕч чĕлхипе (нимечле. Орау.) çырнă кĕнеке. Пырсан-пырсан, иккĕш те çав кĕнекене вуласа пăхсан, тĕлĕнсе калаçса пыра пуçлаççĕ. Орау. Кĕперпе пынă чухне. Когда я шел (сюда или туда) по мосту. Ib. Тинĕс хĕрринчи ялсене карапсемпе пырса тупăсемпе пере-пере кайнă (или: пыра-пыра персе кайнă). Ib. Пырсан-пырсан, малта таçта хăй çути курна-курна каять. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ст. Чек. Кăмака умнелле те пыра пуçларĕ (стала стряпать). Т. VII. Çук, çук пымастăп (с тобою). Ib. Ик çын вăрманта пыраççĕ, тет: пĕри кайра, тепри малта, тет. ППТ. Айтăр, эсир пыратра? эпир каятпăр. N. Пырсан-пырсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет (в другом месте: кайсан-кайсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет). Сред. Юм. Пырса та ан шăршлан. И не подходи, все равно не получишь. Регули 1429. Пымассеренех вăл мана паратчĕ. Ib. 309. Эп пыраттăмччĕ те, ерĕçмерĕм. Ib. 137. Вăл пынине пĕлес çок эс. Ib. 84. Вăл пырасса пĕлес çок. Ib. 344. Эп корса, эс пыриччен тытса. Ib. 322. Эп пырсаттăмччĕ он чох, сирĕн никам та, килте çокчĕ. Ib. 593. Пыракан (пырса) онта çынсам темче хут. Ib. 399. Эп онта пырса паян. Абаш. Лаша пит аван пырать. Орау. Лаша тĕпре пит лайăх пырать (идет). Юрк. Пыр — ступай. Ib. Мана çырса ларакан çын кирлĕ, çывăрса ларакан çын кирлĕ мар. Пыр, ман патăмран тух та кай, тет. Хурамал. Пырсан-пырсан, вăл пĕр хулана пырса кĕнĕ. Ib. Пĕри калат: пыр, эсĕ кĕр хĕр илме. N. Пыр-ха çавăнта хăвăртрах, чуп = кай-ха çавăнта хăвăртрах, чуп. Чăв. й. пур. 14. Эсĕ пыр, таврăн киле. Альш. Пыр-ха, ман сумккана исе кил-ха, тет. N. Эсĕ ман патма пыратна? Ты идешь ко мне? (Спросит человек, идущий к себе домой, знакомого, если предполагает, что тот идет к нему. Если повышение голоса не на послелоге, то это значит: «ты придешь ко мне?»). N. Нимĕçсем пирĕн çине çĕрле пычĕç (подошли к нам). N. Ну, тарçăм, виçĕ апатна та эсĕ пĕр тапхăр çирĕн, пыр ĕнтĕ, тула тухса, хытăрах ĕçле, тесе каларĕ, тет. N. Эпир унта ялпа (не ялĕпе) пытамăр. N. Пынă çемĕн пырас килет. N. Пырах сӳреççĕ. Юрк. 18. Пыр халĕ, лешне пĕр савăт илсе кил, кĕрешес уммĕн пăртак ĕçсе пăхам! (эрех илме хушат). Ib. Ку улпучĕ нумай та шухăшласа туса тăмаст: пуçа çăмăл пулат пулсан, пыр халĕ, пĕрер савăтне кӳрсе пар, тет. Кан. Ăна алăран алла çӳретеççĕ, пыни пĕр эрне çитес умĕн, вăл «Капкăн» мунчалах пулса каять вара. N. Тĕтĕм сан çинелле пырать-çке. || Поступать (о деньгах). N. Унтан ку çын патне кашни кун темĕн чухлĕ укçа пыма пуçларĕ, тет. (Из сказки). N. Çырма та ал пымас ман халĕ топă сассипе. || Находиться в том или ином возрасте. Юрк. Асли, ывăл ачам, чупса çӳрекен пулчĕ, 2 çулта та 4 уйăхра пырат. || Годиться. N. Сӳрене тиха пырат. КС. Суха-пуç пымаст (плохо пашет). N. Пыман суха-пуç пек. Беседа. Навус хырма тытăнать, кĕреçи хырнă çĕре пымасть. || Итти замуж. N. Эсĕ мана ху юратса тухса пытăн. Лашм. † Хамăр ялăн ачисем сар ача, ан авланăр — хамăр пырăпăр. ЧП. Хĕр пырать те, хăй илмес. N. Хĕрсем пымĕç (за меня). Пазух. Ют ял ачи куç хĕсет, мана пырать, тет, пулĕ; пымăп çавă эп сана, манăн савни ялта пур. ТХКА. 87. Наçтаç аки пур, суя ятне илтес çукчĕ, пырап тени хупларĕ. || Лезть. К.-Кушки. Кушак çурисем амăш патне пĕр-пĕринчен ăмăртмалла пыраççĕ. Котята наперерыв лезут к матери. Орау. Выльăхсем епле те пулсан шыв хĕрнеллех пырасшăн. Скотина лезет к воде. || Сопровождать. Бес. чув. 10. Хăш чух тата çынсен мулла хыççăн «эллах – эк-пер, эллах — эк-пер», тесе пынă сасă илтĕнкеленĕ.|| Размножаться; водиться. Орау. Хурăн хуллипе выльăха çаптарма хушмаççĕ; выльăх пымаçть, тиççĕ. Выльăх пыманни (ĕрчеменни) кил вырăнĕнчен те килет, тиççĕ. Ib. Вăсен выльăх пымаçть. Альш. Кил-çурта чавка илешсен, выльăх чĕрлĕх пырать, теççĕ. ЧС. Аттепе пĕр тăван пиче уйăрăлнăранпа пирĕн лаша пыми пулчĕ (не стали водиться лошади, падали). || Существовать, длиться, продолжаться. N. Вĕсен тĕрлĕ кирлĕ мар йăлисем халичченех пыраççĕ. ЧС. Çын çилли çакăнсан, тепĕр тавлăксăр каймасть, хăш-хăш чух виçĕ тавлăка та пырать, теççĕ. Кан. Çунасси вăтамран 80 минута пырать. Вопр. Смоленск. Уçă, çăмăл, нӳрлĕ çил вĕрсессĕн, йĕпе вăрăма пырать. Чума. Хăсса чарăнсанах, çын çăмăланнă пек пулать, анчах нумая пымасть. || Баран. 40. Хуппи (деревьев) мăкланса каять, вĕсем çинче курăк ӳсе пуçлать, çапах та йывăç кĕлетки нумайччен пырать. N. Халь пурнăç пырать. || Доставать, хватать. Изамб. Т. Пĕрре илсен, ун темиçе çула пырат. N. Çирĕп тусан, нумая пырать (надолго хватит). N. † Çаккăнта ĕçни-çини атте-анне çуртне пыминччĕ, çамрăк пуçа хĕсӳ килминччĕ. Ib. Ку укçа нуммая пымас (çитмес). N. Паян тытни (рыба) пырсан пĕр çур çула пырĕ, малашне мĕн тăвăпăр? Т. IV. Эрне кун çĕнĕ çăпата сырсан, çăпата пĕр эрнене анчах пырат, теççĕ. || Стоить, значить. N. Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншен пыр иртни те тем пыратьçке. Кан. Ларса юлни пырах та пырать те, тульккĕш вăл чăвашсемпе калаçма пĕлмест... || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Ой-к. Сенре (= сентере) тăрăнчен шуçса пынă чух (при передвижении) алла темĕскер перĕнчĕ те, тӳнчĕ карĕ. СТИК. Тарса пынă чухне ярса илчĕç. Ib. Чупса пынă чух такăнтăм ӳкрĕм. Ib. Тарса пынă çĕртен тытнă (указывается на то, при каких именно обстоятельствах пойман). Ib. Тарса пынă çĕрте çăкăнса (= тирĕнсе, тăрăнса) аннă. Ib. Чупса пынă чухне такăнтăм та, лач! ӳкрĕм. Бес. чув. 5. Ăна пурăнăç хăех вĕрентнĕ; мĕн тăвассине, мĕнле пурăнассине пурнăç хăех кăтартса пынă. Изамб. Т. Ул хăй хытă килет, хăнчен вут тăкăнса пырат (огненное явление). Альш. † Эпир кайса пыратпăр, курса юлăр куç тулли. Н. Якушк. † Сирĕн савнă тăванăр кайса пырат, пит инçе кайиччен курса юлăр. Букв. 1908. Шывĕ тăп-тăрă пулнă. Хурсен урисем курăнса пынă. 1904. Çапла чупса пынă çемĕн эпĕ хам умра мĕн пуррине курман та, шыв лупашкине лап! кĕтĕм ӳкрĕм. Регули 9. Вире (в гору, в знач. возраста) пырать, ватăла пырать. N. Вилнĕ çынна пытарсан, пӳрт урайне, сакăсене алăк патĕнчен пуçласа тĕпелелле çуса пыраççĕ. Кожар. Эпир вăрласа кайман ăна, пирĕн пичей вăрласа пынă (украл) ăна, калама килтĕмĕр, тенĕ. N. Ун та вăл териех сарлака юхмас (вода), навуспалан пĕвелесе пынă ике енчен те (запружено). N. Шыв тумламне яка çĕрте пӳрнепе ăçталла илсе пыран, çавăнта пырать. О земл. Çав майпах çĕр ĕçĕ те ăстаран ăстана кайса пырать (все улучшается). N. Акă çуркунне сывăхарса пырать (приближается). N. Вĕсем тухни виçе уйăх иртсе пынă, анчах ниăçта та пĕр çĕр татăкĕ те çук. Пазух. Эпирех те кунтан кайса пырсан, шăпăртатса юхĕç куççульсем. Ир. Сывл. 26. Ытарма май çук кунсем таçта юлса пыраççĕ. Ib. Пĕчĕкçеççĕ кимĕсем... юлса пыраç пирĕнтен. Юрк. † Каяс вăхăтăм çитсе пырать (приближается). Ib. † Урампа маюр иртсе пырат (проходит), çта пырассине пĕлмес. N. Кайран, пурна-киле, çав Çумак шурĕнчи çĕр типсе пынă (высыхало). Торган. Рамри юр кайсах пырать (снег сходит), шывĕ те вăйлăланса пырать. Орау. Ачасем ӳссе пынă çемĕнĕн пурнăç каялла каять. (Напис. в 1907 г.). Б. Олг. Эс ман патра порăн, ойăхне виç тенкĕ тӳлесе пырăп; ман патра ан (= авăн) çапса порăн, ан пĕтериччен, виç тенкĕ хоратăп сана хак. Хурамал. Вăл салтак мĕн пур тупнă укçине ялан ĕçсе пĕтерсе пынă, тет. ЧС. Хай пирĕн тете кунсерен йывăрланса пычĕ... (все более и более расхварывался).

арлă-пирлĕ

v. ignota, неизвестное слово в заклинании. Альш. Тĕтĕрни. Е пĕсмĕлле, турă çырлах! Тăвас чӳкĕ çырлахтăр, хывас вилли пиллетĕр. [Адам ятсăр çуралать этем Эй кутĕнче пĕр тĕк çав. Эти слова в рукописи зачеркнуты]. Е пĕсмĕлле, Адам ятсăр çуралмас. Атăл урлă, Сăр урлă лаша патман (чит.: Ашапатман) старик килнĕ — çăварĕнче пĕр шăл, кутĕнче пĕр тĕк; çав вĕрет те сурат та, кăларат та ярат та: ылттăн таканипе авăсса каларат, кĕмĕл шăпăрĕпе шăлса кăларат. Пăлат (булатным) çĕççипе касат та чикет те, кăларат та ярат та. Вĕрӳçе карчăк килте çук, пырса ярăтăм, укçи çук. Куç тух, куç тух! Каç кайса вырттăр, ир выляса лартăр; хăмла пек хăпартăр, çулçă пек саралтăр (надо: сарăлтăр). Сала-кăмпи салатса ярат, юман-кăмпи вĕрсе сурса кăларат. Ип пултăр, сип пултăр, вĕрни-сурни çак пултăр. Суя тени тьăн пултăр, вĕрни-сурни çак пултăр (пусть на этом кончится отчитывание). Кун кунлама кун патăр, çĕр çĕрлеме çĕр патăр, турăран ырлăх пултăр, этемрен сиплĕх (польза) пултăр. Çан (тело) çăмăллăхне, пуç сывлăхне патăр. Арлă-пирлĕ хура куç, юхса пыран юхăм шыв; юхăм шывпа юхса кайтăр, вĕçен çилпе вĕçсе кайтăр. Кун таврăнат (как вновь возвращается день) — таврăнтăр, çĕр таврăнат — таврăнтăр, пĕлĕт сирĕлет — сирĕлтĕр. Пĕвĕнчен-сийĕнчен, ӳтĕнчен-тирĕнчен, шăмминчен-шаккинчен, сăнĕнчен-сăпатĕнчен, чĕринчен, чĕрни вĕçĕнчен тухса кайтăр. Куç тух! Куç тух! Юман-кăмпи çинче вуттăмас, Иван çинче куç тăмас. Куç тух! Куç тух! Тфу! Хура куç, сарă куç, çирă (карий) куç... куç, хура çынта хура куç, сарă çынта сарă куç, çирă çынта çира куç. Кун таврăнат — таврăн, çĕр таврăнат — таврăн, пĕлĕт сирĕлет — сирĕл — ыран та мар, паян та мар, халь, те пулин халех, тет. Куç тух! Тфу!

пуç çавăр

околдовать, приворожить, отворожить. КС. Ун хĕрне пуçне çавăрса илсе тухса кайнă, теççĕ: ахаллинчен çав начар çĕре ма кайтăр вăл? Дик. леб. 48. Вăл (Елиса) чăнах та тухатмăш иккен, çавăнпа вăл патшана та, пĕтĕм халăха та пуç çавăрма пĕлчĕ, тенĕ. Н. Лебеж. † Чыкан ачи шап-шурă ача, пĕреççех (пĕрехçех) чуптуса пуç çавăрса илчĕ. Курм. Пуç çавратăп, çын çомне çавратăп. Хора ĕне пăрушĕ епле амăш тавра çавăрнать, ынатланать, çанашкал манпа ынатлантăр. Хора кĕсре тыхи епле ынатланать, çавăрнать, çанашкал ынатлантăр, манпа калаçтăр. Сар чăхă чĕппи епле амăш тавра ынатланать, çавăрнать, çанашкал манпала ынатлантăр, çавăрăнтăр. (Из наговора). Чураль-к. Хĕрсен пуçне çавăрмалли (наговор для привлечения любви). 1. Çитмил те çичĕ тĕслĕ çут-çанталăкра, ылтăн пахчара ылтăн хăмла шуччи; ылтăн хăмла шуччинче ылтăн хăмла; ылтăн хăмла ылтăн чашăкра; ылтăн чашăкра ылтăн кайăк; çав ылтăн кайăк епле чашкă çумне çыпăçăнать, çавăн пекех çав хĕр çав ача çумне çыпăçăнтăр. 2. Ылтăн пахчара ылтăн тенел, ылтăн тенелте ылтăн урапа. Çав урапа епле тенел тавра çавăрнать, çавăн пекех çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăрăнтăр. 3. Кăвак кăвакарчын епле аçи тавра ами çавăрнать, çавăн пекех çав хĕрпе çав ача пĕрле савăнса-кулса пурăнмала пултăр. 4. Вĕрене вутти вĕтрен пек, юман вутти хĕлхем пек. Çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăн пекех çунтăр. 5. Çитмил те çичĕ тинĕс урлă шап-шурă çуçлĕ, ылтăн туяпа, ватă старик килет çав ачапа çав хĕре пĕрлештерме. 6. Турă хăвачĕпе виççĕ сурать, виççĕ сапать. Çав ачапа çав хĕр пĕрле пурăнмала пултăр, тет. 7. Çитмил те çичĕ тĕслĕ çут-çанталăкра кĕмĕл пахча; кĕмĕл пахчара кĕмĕл хуран, кĕмĕл хуранта кĕмĕл купăста. Çав купăста епле вĕрет, çавăн пекех çав ачашăн çав хĕр ăшчикки вĕретĕр. См. эрешмен карти. Ст. Ганьк. Пуç çавăран чĕлхе. Кахал каларĕшпе, сасан пулă палăрăшпе, турă хушнипе çĕр çаврăнать, çаврăн, кун таврăнать, таврăн. Хĕвел çаврăнать, çаврăн. Çитмĕл çичĕ тинĕс уттинче ылтăн вăрман, ылтăн вăрманта ылтăн пӳрт, ылтăн пӳртре ылтăн сакай, ылтăн сакайĕнче ылтăн йăва, ылтăн йăва çинче ылтăн çамăрта, ылтăн çăмартаран тухнă хур-чĕпписем шăкăлтатса пурăннă пек, Яккупа Ульяна шăкăлтатса пурăнччăр. Кахал каларĕшпе, çитмĕл çичĕ тинĕс уттинче кĕмĕл вăрман, кĕмĕл вăрманта кĕмĕл пӳрт, кĕмĕл пӳртре кĕмĕл сакай, кĕмĕл сакайĕнче кĕмĕл йăва, кĕмĕл йăва çинче кĕмĕл çăмарта, кĕмĕл (scr. ылтăн) çăмартаран тухнă хур-чĕпписем шăкăлтатса калаçса пурăннă пек, Яккупа Ульяна шăкăлтатса пурăнччăр. Кахал каларĕшпе, çитмĕл çичĕ тинĕс уттинче пăхăр вăрман, пăхăр вăрманта пăхăр пӳрт, пăхăр пӳртре пăхăр сакай, пăхăр сакайĕнче пăхăр йăва, пăхăр йăва çинче пăхăр çăмартасем, çав пăхăр çăмартаран тухнă хур-чĕпписем шăкăлтатса калаçса пурăннă пек, Яккупа Ульяна шăкăлтатса пурăнччăр. Кахал каларĕшпе, сасан пулă пăхăрĕшпе (так!), кун таврăнать, таврăн, хĕвел çаврăнать, çаврăн, çĕр çаврăнать, çаврăн, уйăх çаврăнать, çаврăн. Çак çут-тĕнчере тухан ăшă хĕвел епле ăшăтса савăнтарать, çавăн пек çак Яккупа Ульяна ăшăнса, савăнса, шăкăлтатса пурăнччăр. || Завивать вилок, головку (о капусте). Трхбл. Купăста пуç çавăрать. У капусты уже завиваются головки.

ăншăрт

(ы̆нжы̆рт), порча, постигающая человека вследствие чьей-либо ссоры. СПВВ. КЕ. Ăншăрт, хаяр çын вăрçсассăн, тепĕрне çантах темĕскер лекет, ăна: ăншăрт ӳкнĕ, теççĕ. То же знач. и в Сред. Юм. Н. Карм. Çынпа вăрççассăн лекет, теççĕ ăна. Çынпа вăрççан, кайран çын чирлесессĕн: çын ăншăрчĕ лекнĕ, теççĕ. Вара вĕтĕ икерчĕсем тăваççĕ те, чирленĕ çыннăн пуçĕ тавра çавăра-çавăра, сăмахсем калаççĕ: çавăн ăншăрчĕ тухтăр, унăн ăншăрчĕ тухтăр, теççĕ. Унтан вара, хире кайса, лартаççĕ. Нюш-к. Çынсем вăрçнине курсан, сурса иртсе кайма хушнă ваттисем; сурса иртсе каймасан, ăншăрт ӳкет, теççĕ. [Ăншăрт ӳксен, чĕрне çине шурă (пятнышки) тухать]. Ст. Ганьк. Килти ăншăрт пусан та, тул ăншăрчĕ, (мир) халăх ăншăрчĕ, пуху ăншăрчĕ, арăм ăншăрчĕ, хĕр ăншăрчĕ, арçын ăншăрчĕ, ача-пăча ăншăрчĕ ― çилпе килсен, çилпе кай; çулпа килсен, çулпа кай; ан тавлаш, ан хирĕç, таврăн. Н. Седяк. Ăншăрт çынсем вăрçнине курса хăранăран пулать, теççĕ. Кăмакана кумкка тăвар пăрахаççĕ: вăл унтан шартлатса сирпĕнсе пĕтет; тĕпренчĕксене пухса, шыв çине ярса ирĕлтерсе, шывĕпе алăк хăлăпсем, сак хăмине çуса ĕçтереççĕ. Макка 235. Унтан тата ăншăрт тăваççĕ, ăншăрта ак мĕншĕн тăваççĕ: кам-та-пусан пĕр-пĕр çын вăрçнă çĕрте тăрсан, çавăнтан кайран е пĕр-пĕр япала ыратсан, е ăш-мĕн е пуç ыратат-и, хуть те мĕн ыратсан та, вара: ăншăрт ӳкнĕ, тесе, ăншăрт тăваççĕ. — Ăншăрта ăна ак çапла тăваççĕ: пĕр начар путеке илеççĕ те, çыран хĕрне кайса, çунтарса яраççĕ; çавнах тата тепĕр тĕрлĕ ак çапла тăваççĕ: çăнăх илсе, вĕçтерсе яраççĕ те, унтан вара: чире вĕçтерсе ятăмăр, теççĕ. Магн. М. 142. Ăншăрт (хаяр). . Ăншăрт ӳкни. Альш. Ăншăртран вĕрес. Заговорить болезнь ăншăрт. Упа 656°. Хĕрĕх те пĕр чул çине хăçан ăншăрт ӳкет, çавăн чухне тин ӳктĕр. М. В. Шевле. Ăншăрт — болезнь. Жертв. кн. Ăншăртъ (sic!) Ашшĕ така (вар. Ăншăрт Ашшĕне така). У ăншăрт есть и мать. IЬ. Аншарт сирен (чит. ăншăрт сирен). || «Ожесточенный.» Полтава 221. Ăншăрт çынпа тĕл-пулсан, пĕрле куç-çуль юхтарать (с ожесточенным слезы льет). || Бранное выражение, что-то в роде русского «чорт». М. Яльч. Чертаг. Ăншăрт пак çиленсе çӳрет. Ходит и злится как ăншăрт. Ст. Чек. Ăншăрт: 1) что-то йӳçĕ; йӳçĕ япала; 2) ăншăрт, тесе, çынна калаççĕ: тискер, хаяр çын пулат, тискерĕн пăхат. Ăншăрт пек пăхат.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

вернуться

глаг. сов.
1. таврăн, каялла кил; мы вернулись домой эпир киле таврăнтăмăр
2. çĕнĕрен тытăн, каллех пуçла; вернуться к занятиям спортом каллех спорта хутшăн

возвратиться

глаг. сов. (син. вернуться)
таврăн, каялла кил; возвратиться из путешествия çул çӳреврен таврăн

обратный

прил., обратно нареч.
1. таврăнăç, таврăнмалли, каялла каймалли; обратный путь таврăнăç çул; вернуться обратно каялла таврăн
2. тӳнтер; обратная сторона ткани пусман тӳнтер енĕ
3. (син. противоположный) хирĕçле, хирĕç; обратный смысл хирĕçле пĕлтерĕш ♦ обратный адрес каялла адрес (çыру яраканăн)

старый

прил.
1. (ант. молодой) ватă; старый человек ватă çын; и стар и млад ватти-вĕттипех
2. кивĕ; старые газеты кивĕ хаçатсем
3. авăлхи, ĕлĕкхи; старые рукописи авăлхи ал çырусем
4. (син. прежний) кивĕ, малтанхи, унчченхи; вернуться на старое место работы малтанхи ĕç вырăнне таврăн

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

восвояси

киле (таврăн).

отгулять

сов. уҫӑлса ҫӳресе таврăн; отгулять отпуск отпуска канса ирттер; отгулять свадьбу туй ирттер, туй туса ирттер.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

вернуться

сов. 1. (возвратиться) таврăн; вернуться из отпуска отпускран таврăн; 2. (приняться за прежнее) çĕнĕрен тытăн (е пуçла); вернуться к прежним занятиям каллех кивĕ ĕçе тытăн; вернуться к прерванному разговору малтанхи калаçăва çĕнĕрен пуçла.

вовремя

нареч. вăхăтра, вăхăтлă; çийĕнче; вернуться вовремя вăхăтлă таврăн.

возвратиться

сов. 1. (вернуться) таврăн; возвратиться домой киле таврăн; 2. (вновь приняться за что-л.) çĕнĕрен тытăн; возвратиться к прежним занятиям ĕлĕкхи ĕçе çĕнĕрен тытăн; 3. (восстановиться) çĕнĕрен пырса кĕр.

восстановиться

сов. 1. юсанса çĕнел, юсанса çит, çирĕплен; здоровье восстановилось сывлăх юсанса çитрĕ; 2. (воспроизвестись) аса кил, çĕнел, куçа курăн; 3. таврăн; восстановиться в должности ĕлĕкхи вырăна таврăн.

вспять

нареч. каялла, кутан; повернуть вспять каялла таврăн.

гость

м. хăна; созывать гостей хăна пух; вы у нас редкие гости эсир пирĕн пата час-час килместĕр; идти в гости хăнана кай; вернуться из гостей хăнаран таврăн; в гостях хорошо, а дома лучше погов. хăнара лайăх та, килте тата аванрах.

демобилизоваться

сов. и несов. демобилизацилен, демобилизаци йĕркипе киле таврăн.

заработок

м. 1. (плата) ĕç укçи; ĕçшĕн тӳлени; месячный заработок уйăхри ĕç укçи; 2. чаще мн. заработки (оплачиваемая работа) ĕç; укçа; уходить на заработки укçа тума кай; возвращаться с заработков укçа туса таврăн; в поисках заработка ĕç шыраса.

оглобля

ж. турта; ◇ повернуть оглобли пушшăн (е пуш алпа) таврăн (ĕç тухманнипе).

окупиться

сов. 1. таврăн, саплан (тăкакĕ), тух (хакĕ); расходы окупились тăкакĕсем сапланнă; 2. перен. (вознаградиться) тĕшне тăр.

порожняком

нареч. пушăлла, тиевсĕр, пушшăн; возвращаться порожняком пушăлла таврăн.

репатриироваться

сов. и несов. репатриацилен, каялла таврăн.

родина

ж. 1. (отечество) тăван çĕршыв; 2. (место рождения) çуралнă çĕршыв; вернуться на родину çуралнă çĕршыва таврăн; 3. (место возникновения чего-л.) çĕршыв, тăван çĕршыв; Россияродин ленинизма Россия — ленинизмăн тăван çĕршывĕ.

фронт

м. в разн. знач. фронт; уехать на фронт фронта кай; вернуться с фронта фронтран таврăн; командующий фронтом фронт командующийĕ; культурный фронт культура фрончĕ; ◇ на два фронта ик еннелле, ик çĕрелле; широким фронтом анлăн, сарлакан; переменить фронт фронта улăштар, урăх çĕрелле çаврăн; стать (или вытянуться) во фронт яшт тӳрленсе тăр.

хлебать

несов. что и без доп., разг. ĕç, сып, си; хлебать суп яшка сып; ◇ уйти несолоно хлебавши уссăр таврăн; за семь вёрст киселя хлебать см. кисель.

что

мест. 1. вопр. и относ. мĕн, мĕскер; что с вами? сире мĕн пулчĕ?; что случилось? мĕн пулчĕ?; что это такое? ку мĕн?; чем вы недовольны? сире мĕн килĕшмест?; сделайте вот что акă мĕн тăвăр; 2. вопр. в знач. сказ. (каков, в каком положении) мĕнле; что больной? чирли мĕнле?; 3. вопр. в знач. нареч. (почему, зачем, по какой причине) мĕн, мĕншĕн, мĕн пирки; что ты кричишь? эсĕ мĕншĕн кăшкăратăн?; 4. вопр. разг. (сколько) мĕн хак, мĕн чухлĕ, мĕн чул; что стоит эта книга? ку кĕнеке мĕн хак тăрать?; 5. относ. (который) ⸗акан [⸗екен]; дом, что стоит у реки çырма хĕрринче ларакан çурт; 6. неопр. разг. (что-нибудь, что-то) мĕн те пулин, темĕн; чуть что мĕн те пулин пулсанах; в случае чего темĕн пулас пулсан; если что случится, скорее извести мĕн те пулин пулсан, хăвăртрах пĕлтер; ◇ а что? мĕн вара?; ни во что не ставить кого-л. ним вырăнне те ан хур; ни за что ни про что ахалех, пустуях; ни к чему в знач. сказ. ниме те кирлĕ мар; ни с чем уйти (или остаться, вернуться) нимсĕрех кай (е юл, таврăн); с чего? мĕн пирки?, мĕн сăлтавпа?; ему хоть бы что ăна пурпĕрех; что вы! мĕн эсир!; что было сил мĕн вăй çитнĕ таран; что до меня.. эпĕ вара..; что ж мĕнех вара; пойдём, что ли? кайăпăр-и вара?; что за? мĕн?, мĕнле?; что бы то ни было, во что бы то ни стало кирек мĕн(ле) пулсан та; что будет, то и будет мĕн пулса мĕн килĕ, мĕн пулать те мĕн килет; будь что будет мĕн пулин пултăрах.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

таврăн

кайтырга

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

umkehren

tavrănas
таврăн

zurückkehren

tavrănas
таврăн

Çавăн пекех пăхăр:

тавнуш таволга тавот таврăм « таврăн » таврăнăç таврăнăçла таврăна таврăнаçла таврăнаш

таврăн
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org