Шырав: янтал

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

янтав

уст.
то же, что янтал

янтал

уст.
ендова (посуда для пива, меда т. ыт)

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

салтак

(салдак), солдат. Изамб. Т. Эс салтак-и? Ты солдат? Ib. Салтака лекекен ачасем куçне çыхса хапхаран тухаççĕ. Регули 575. Эс салтак полăттăнччĕ, сана илмĕç. К.-Кушки. Салтаксем хутлăхĕсене пĕр тикĕс илсе пыраççĕ. Солдаты идут на ровном расстоянии один от другого. Никит. Салтака мĕне тохса кайнă чухне каякан çынни çăкăр сăмси касса илет те, çурмаран уйăрат; çуррине çисе ярат, çуррине амăшне парат. Амăшĕ тата каякан ачи кăсинчен вăрттăн окçа кăларса илет. Вара çав çăкăр сăмси юлăшкине, ачи кайсассăн, кĕлете çип çине çакса ярат. Çăкăри çине хăй вăрттăн кăларса илнĕ укçана хурат. Вара кайнă ачи чирлесессĕн, çав укçа хуралса тăрат; чирлемесессĕн — çуттипех выртат, тет. Ачи вилсессĕн, çав çип çине çакнă çăкăр сăмсипе укçа хытă сулланма тапратаççĕ, тет. Н. Карм. Пĕр ывăлĕ салтакра халĕ. Б. Олг. Кăçал ман ачая чĕнеччĕ салтака, шăпа тохат; ачая манне исерчĕç (= илсе ячĕç), çӳç касрĕç, ман ача салтака карĕ. N. Салтакран юлчĕ-ха. N. Пĕчĕккĕлле салтак ĕçне вĕрентнипе вĕсем салтак пуласран пирĕн пек хăрамаççĕ. Ядр. Кам салтакра пурăннă, кама чĕнмелле, кам салтакран юлнă, мĕн-ма юлнă. Якейк. † Эпĕр салтак (вм. салтака) кайнăшăн, ялти яшă хĕпĕртет. Тораево. † Эпир салтак кайнăшăн, пур ял-йыш хĕпĕртет. Турх. Вуникĕ салтакăн пĕр качака ăсĕ чул (вар. чухлĕ) анчах, теççĕ (или: тет. Старая послов.). Изванк. Кăркунне, салтаксене чĕнес вăхăт çитерехпе... Ib. Çак ача халĕ кăркунне салтака каймалла. Орау. Салтак патне çите пуçланă ялти çамрăксем (к 21-летнему возрасту). Юрк. Тархасшăн мана салтакран кăларăр (освободите), эпĕ чирлĕ çын. N. Тата салтак ячĕ тохат çичĕ ачан. Баран. 206. Тĕп-тĕрĕс 25 çул салтакра çӳренĕ (служили). Байгул. Манăн атте Николаевский салтак пулнă. Вăл салтакра вунпилĕк çул пурăннă. N. Салтаксене солăнтарат ĕçпех ĕнтĕ ку патша самани. N. Пĕре кĕрсе юлчĕ салтакран. N. † Салтак нуштине кораччен, килте питĕ начар çын йытти полас полать. (Солд. п.). N. Этемĕн салтака килеччен çуралманни аван. (Из солд. письма). N. Салтак кунĕ пит лайăх мар. Юрк. † Салтак тесе каласан, чĕререн çĕçĕпе каснă пек. (Солд. п.). Чебокс. † Салтак ятне илтесси — пасар кулаç çини мар. Шибач. † Салтак каять, салтак килет, эпĕр кайсассăн килес çок. Сĕт-к. † Ялăм-йышăм янтал пакчĕ, ятарласа çӳрес чох, салтак турĕç — мĕн тăвас? Ядр. † Вăлта хулли кĕлеткемччĕ, салтак кĕлетки пулминччĕ, салтак пăшалĕ йăтминччĕ. || Отбывший службу. ЧС. Якур салтак. || Валет (в картах). Тиханьк. СТИК. Кирпĕч, хĕрес, курак, виннăй салтак. Валет бубновый, трефовый и пр.

така

(тага), баран. СТИК. Така, така так, ик мăйраки шак; ачасене аш, хама тир! (Говорят детям). Ib. Така пек лашăна (заметьте афф. 2-го лица, хотя говорящий имеет в виду свою личность) мĕн илсе тухам пасара! (Така пек лаша тесе пĕчĕкçĕ лашана калаççĕ). Орау. Пирĕн пĕр така пек лаша пурччĕ. Хурамал. Сурăх таки, баран. Вомбу-к. Така çăмартисем (из них — вкусное блюдо). Орау. Така (или: вăкăр) çăмарти пекскер виттĕр пăхать. Смотрить в бинокль. (Ирония). N. † Таçти хĕрсем така пек, пирĕн ял хĕрсем янтал пек (как стёклышко). Пшкрт: таҕа тирри, баранья шкурка (у др. така тирĕ). Сред. Юм. Хăна пырсан, така пусса, така пуç çитерсен, питĕ (хисеплени) пăхни полать (первое угощение). || Ягненок мужск. пола. N. Ку така-и, путек-и? Это баран или ярка? N. Паян качака пранларĕ, икĕ така туса пачĕ. || Баранина. N. Така пиçес вăхăт лар. Изамб. Т. Сыв пулăр, Питрава така çиме пырăр.

янтал

(jандал), назв. посудины, имеющей форму Шарбаш. || Жестян. посуда для жидк. меда. Верхние Хоразаны (б. Ядр. у.).

янтал

(jандал), назв. дорогих бус; по словам одного человека — янтарь. Якейк. Янтал — хаклă юшши шăрçа (один говорит ― янтарь). Зап. ВНО. † Таçти хĕрсем така пек, пирĕн ял хĕрсем янтал пек. ЙОН. † Ялăм-ялăм янтал пак, пусăм-килĕм пустав пак; тухса кĕме пĕр савăк (scr. савак). Якейк. † Ялăм-ялăм янтал пак, ятарласа çӳримарăм, ятарласа уйăрăлтăм. Сёт-к. † Ялăм-йышăм янтал пак-ччĕ, ятарласа çӳрес чох салтак турĕç, мĕн тăвас? Ним тума та ним те çок. Курм. † Ялăм-ялăм янтал пак, епле уйăрăлса каям-ши? Яргуньк. † Ялăм-йышăм янтал пак, пусăм-киршăм (sic!) пуста пак. Ала 31 † Ялăм-йышăм янтал пекч, пусăм-килĕм пустав пек. (Солд. п.)

ятарла

(jадарла), то же, что ятар. Ч.П. Ятарласа килтĕм çак киле, ытарса тухаймасăр, каç турăм. Хурамал. Ятарласа (решительно) тытăнсан, ĕç пулать, теççĕ. Если решительно примешься, то сделаешь дело. Панклеи. Эпĕ ятарласа Шемертене, кам вăрланине пĕлес тесе, йомăçа каþăм. Якейк. Йори, ятарласа корас тесех килтĕм (с целью увидать). Ст. Чек. Ятарласа кай (нарочито). . Акка патне ятарласах хăнана карăм. IЬ. Е мĕн тумланан? Ятарласа хăнана каймастăн-ха! Зап. ВНО. Ятарласах кайман; ятарласа çӳремен. IЬ. Хĕрĕ хавас пулмасан, ятарласа каяс çук. Сёт-к. † Ялăм-йышăм янтал пак-чĕ; ятарласа çӳрес чох (когда было нужно гулять во всю), салтак турĕç, мĕн тăвас! ЙОН. Ялăм-йышăм янтар пак; ятарласа çӳремерĕм, салтак туса ячĕç. Якейк. † Ялăм-йăшăм янтал пак; ятарласа çӳримарăм, ялтăн-йăшран уйăрăлтăм. || Ятарласа, серьезно (говорить).

иссару

(иссару), неизв. слово в песне неопред. значения. Якей. Иссару, иссару, иссар касса чипер ача Яван пор. Янталу, янталу, янтал çинчи нӳхреп çинчи Мари пор.

Çавăн пекех пăхăр:

янтав Янтай Янтай-касси янтака « янтал » янтар янтарка янтарный янтарь янташ

янтал
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
5 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org