Шырав: çăмха

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

авраш

смешиваться, спутываться, перепутываться
çăмха аврашса пĕтнĕ — клубок ниток перепутался

арпашăнчăк

2.
беспорядочно
арпашăнчăк çăмха — запутанный клубок

сӳт

1.
распускать, разматывать, развивать, расплетать
çăмха сӳт — разматывать клубок
çивĕт сӳт — расплетать косы
чăлха сӳт — распускать чулок
сӳтсе яр — распустить, развить

тармаклан

3.
торчать в разные стороны
çăмха çыхмалли йĕпсемпе тармакланса выртать — спицы из клубка торчат в разные стороны
туратсем тармакланса тăраççĕ — ветки торчат в разные стороны

çаврăн

14.
свертываться, сворачиваться
çĕлен çаврăнса выртнă — змея свернулась
чĕрĕп çăмха пек çаврăннă — еж свернулся в клубок

çăмха

1.
клубок, моток
пурçăн çăмхи — клубок шелковой пряжи
çăмха сӳт — распускать клубок
çăмха пек кусса кай — покатиться клубком
çăмха пек чăмăртан — свернуться клубком
Пĕр çăмхана пин йĕп чикнĕ. (Чĕрĕп). — загадка В один клубочек воткнута тысяча иголок. (Еж).

çăмха

2. перен.
клуб, облако
тĕтĕм çăмхи çĕкленчĕ — поднялось облако дыма

çăмха

3. диал.
мяч, мячик

çăмхала

мотать, наматывать, сматывать
çип çăмхала — сматывать пряжу
çăмха çăмхала — наматывать клубок
çăмхалакан цех — намоточный цех  

çип

нитяный
арланă çип — пряжа
йĕтĕн çиппи — льняная пряжа
капрон çиппи — капроновые нитки
кĕр çиппи — нитки для нитченок
кумă çиппи — нити основы
мулине çиппи — нитки мулине
пасар çиппи —  фабричные нитки
пурçăн çип — шелковые нитки
пушкар çиппи — шпулечные нитки
синтетика çип — синтетическая пряжа
çăм çиппи — шерстяная пряжа
çĕлен çип — суровая нитка
ураççи çиппи, урлă çип — нитки для утка
шăрчăк çиппи — нитки в мотке
çип перчи — нитка, ниточка, нить
çип çăмхи — клубок ниток
çип ури — моток ниток
çип хутăрĕ — мотушка ниток
çип чăлха — нитяные чулки
йĕппе çип пек — как иголка с ниткой (неразлучны)
çип арла — прясть пряжу
çип арлакан хапрăк — прядильная фабрика
çип пĕвет — окрашивать пряжу
çип пăтла — лощить пряжу (чтобы сделать ее скользкой при тканье)
çиппе туртса тух — сметать на живую нитку
Çинçе çипрен çăмха пулать. — погов. И из тонкой нити образуется клубок.
Çип ăçта çинçе, çавăнтан татăлать. — посл. где тонко, там и рвется.

çăмха


сăмах çăмхи сӳт — беседовать (букв. разматывать клубок слов)

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

çăмха

клубок; моток; çăмха хутăр – мотушка.

189 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çав майлă

подобный(-о) сему. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 20. Кам курман сирĕнтен чĕрĕп йĕплĕ çăмха пулса выртнине? Çав вăхăтра унăн ни урисем, ни тути-çаварĕ курăнмасть.

çавăрăн

çавăрн, çаврăн (с'овы̆ры̆н, с'авы̆рн, с'авры̆н), вертеться, вращаться. Чураль-к. Ылтăн пахчара — ылтăн тенел; ылтăн тенелте — ылтăн урапа; çав урапа епле тенел тавра çавăрнать, çавăн пекех çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăрăнтăр. (Из наговора „хĕрсен пуçне çавăрмалли“). N. † Çӳлĕ ту çине арман лартрăм çиле хирĕç çаврăнма; кăçал пире, килес çул сире, тĕнчи çапла çаврăнат. Ск. и пред. чув. 11. Вутăн йĕри-тавра старик выртать çаврăнса. || В перен. смысле. Альш. † Ай-хай çинçе пӳçĕм, çамрăк кăкăрçăм: çаврăнат-çке купăсăн майĕпе. IЬ. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, çавăрнат пурне майĕпе, ай-хай пуçăм — çамрăк пуç, çаврăнат хĕвел майĕпе, ах кăкăрçăм çамрăк кăкăр, çаврăнат купăс майĕпе. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрри пурне майпе çавăрнать; йăс шăнкрав пек сассăм пур, купăс майĕпе çавăрнать. || Повертываться. N. Юрă сассипе хула çавăрăнса ларассăн туйăнать. N. Ку кашкăр хăш енне хăвăрт çавăрнайманнине, вĕреннĕскер, пĕлнĕ пулнă. N. Ку пĕрре çапат, тет те, тепĕр енелле çаврăнса ларат, тет (изба). N. Ман енелле çаврăнса тăр. Шорк. Малтан хăй, окçа çок тесе, йĕрет, кайран эпĕ окçа паратăп: ме, ил, тетĕп, вăл манран çавăрна тăчĕ. Сам сначала плакался, что денег у него нет; потом я ему предлагаю, а он взял да отвернулся от меня (выражение недоумения, неожиданности). N. Çаврăнса кайтăр! Чорт с ним (чтобы его перевернуло). || Кружить. С. Айб. † Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать; çĕмĕрчипе хăви авăнать. Юрк. † Шурă Атăл хĕрринче шурă хăйăр, паян çаврăнса çуна юр пекех. N. Сасартăках пĕр ушкăн вĕлле хурчĕ вĕçсе пынă та, ун тĕлĕнче çаврăнса тăра пуçланă. Альш. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине: тир хуранĕ вĕрет çаврăнса. Вĕрет, вĕрет, çавăрăнаймаст, ман кăмăлăм сиртен тăранаймаст. || Кружиться (о голове). НТЧ. Вăл çапла, çиес килет тесе чарăнсанах, манăн пуç çавăрăнса кайрĕ (закружилась). Курм. Шывра çапла шухăшласа тăнă çĕртрех пуç çаврăнса килчĕ те, весерле кайрăм-ӳкрĕм. Баран. 56. Аялалла сирпĕнсе аннă чух ик-виç хут вĕл-вĕл çаврăнса илнĕ те, лаши-мĕнĕпе вĕçлĕ чул çине пырса çапăннă. Кĕвĕсем. Пĕр çырмасăр шурă хут варланмас, пĕр шухăшсăр çамрăк пуç çаврăнмас. || Свертываться. Çутт. 68. Чĕрĕпсем хăранипе иккĕш те йăпăр-йăпăр çăмха пек çавăрнса выртрĕç. || Объехать, обойти. НТЧ. Чĕнсе çавăрăнсассăн, киле тавăрăнать. Когда объедет всех с приглашениями, возвращается домой. N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрăнтăм. Ага 70°. † Утлан утланасса, ай, сар утна, çаврăн Хусанах та хулине. М. Сунч. Вара пур юмăçсем пухăнса ял тавра хĕрсене сухаласа çаврăнма хушрĕç. С. Айб. † Кĕçнерникун çунă юр çинче йĕс таханлă ут йĕрри пур. Йĕс таханлă ут йĕррине йĕрлесе, çеçен хирте виççĕ çаврăнтăм. N. Пĕре йăвăç (или: пӳрт и пр.) тавралла çавăрнтăм. Я обошел раз вокруг дерева (или: дома и пр.). || Сделать круг. Изамб. Т. Йĕкĕт тепĕрре çавăрăнчĕ те (на пашне), ашшĕпе пĕрле апат çиме ларчĕç. || Ворочаться (о лежачем). Рак. † Хамăр савнă туссем те ăсăма килсен, кĕске çĕре виççе те халь çаврăнатпăр. || Кружиться (о суводи). N. † Наратла çырми — çич çырма, çич çырмара çич кукăр, пĕрех кукăр çавăрнать. Кан. Хăвăртрах çавăрăнакан кукăрсенче, пур çĕртепе пĕрех, шыв тăрать. || Развеваться. Альш. † Ман пуçăмра хрансус явлăк уйăхран çӳле çаврăнтăр. || Окружать. Шемшер. † Хора порçăн пиçиххи пилĕк тавра çавăрнать: воник çыххи — ал çыххи, аллăм тавра çавăрнать. || Катиться. С. Дув. † Хура вăрман виттĕр тухнă чух, çавра çĕлĕк юлчĕ çаврăнса. Трхбл. Шăл урайне, тантăш, тасарах, кĕленче çăмарта çаврăнтăр. || Размахиваться. Буин. † Çаврăнайса утă, ай, çулмашкăн çави аври вĕрене пулинччĕ (вар. çави аври кирлĕ вĕрене). || Обращаться. Собр. † Вĕрене курка сарă курка нумай çаврăнчĕ аллăмра. || Быть около (кого), вращаться. Изамб. Т. † Пĕчĕках та пĕвĕм, çамрăк чĕрем, çаврăнайинччĕ сирĕн умăрта. || Возвращаться периодически. Рак. † Атте-анне килĕнче (вар. килне) хăна пулар (вар. пулар-а), уйăхпала (вар.-палан) хĕвел пек çаврăнса. Хурамал. † Эпир вылясси-куласси çулталăкра çавăрнать (возвращается через год). Альш. † Пятам, пянам килне хăна пулăр, уйăхпала хĕвел пек çаврăнса. || Приходить обратно, возвращаться. Альш. Ĕмĕр пулсан, çаврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. N. Хĕвел епле çаврăнат, эс те çавăн пек киле çаврăн. N. Çак çăкăра çиме тепĕр хут темиçе патша (= патшалăх) урлă, аслă шывсем урлă çаврăнса килсе çимелле ту. Эй сĕт кăкăри, пилле! теççĕ те, вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ, пилле, çавăр! тесе чуптуса илет. (Салтак ăсатни). Б. Яныши. Пăртак тăхтасан, çомăр каллях çавăрăнса пирĕн çиялла пура (= пыра) пуçларĕ. || Вернуться домой (напр., из похода). || Приходить, наступать (о времени). Толст. Чăнах та çав вăхăт çавăрăнса çитнĕ. || Обвиваться. Альш. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чуне тĕрлĕ курăка çавăрăнат. Ib. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăкпа çаврăнат. || Превращаться. N. Ăна сут тунă чух, вăл айăпланса тухтăр, унăн кĕлли çылăха çавăрăнтăр. N. Çĕр çинчи чечек çынна çавăрăнĕ. N. Шыв юна çаврăннă. || Переходить (во что). Юрк. Тытăннă калле тутара çаврăнма (переходить в татары). Баран. 165. Çурçĕр енелле кайнă çемĕн сăрт тинĕсленсе пырать, тӳрем çĕре çаврăнать. Ib. 100. Чипер пăхса ӳстере-ӳстере, начар йăхах авана çаврăнса пырать. || Уходить обратно. Панклеи. Пĕр опи çавăрнса карĕ (ушел обратно). N. † Туйăма курма килнĕ тăшманăм çаврăна туха кайтăр-и? Хир-б. Мирон шарламарĕ, эпĕ шутларăм: ку çавăрăнса каять пулĕ, терĕм (я подумал, что...). || Перемениться. N. Çанталăк сивĕрен улшăнса ăшă енне (çур енне) çаврăнса пырат. N. Тĕнче çаврăнат çав вăл. Времена переменчивы. || Итти окольною дорогою. Альш. Çула хиртен каяççĕ, типĕ çулпа çавăрăнса. Ib. Эсĕ çавăрăнса-çавăрăнса кай (кружным путем). N. Çав çын трахтир паччĕн, арман паччĕн çавăрăнса çитеччен, лешĕ ун валли пӳрт тутарнă, лаша, ĕне, сурăх, качака илсе панă. N. Леш тĕл пулнă çын каллех таçтан çавăрăнса ун умне тухрĕ, тет. || Расположиться, стать благосклонным. Юрк. † Ютран тунă тус час çавăрăнмас (не скоро расположить его к себе). N. Чуптумасăр хĕр çаврăнмĕ. Микушк. † Сирĕн кăмăлăрсем пит пысăк, вунă сăмах каласа çаврăнас çук. Тим. † Пирĕн савнă туссенĕн кăмăлĕ пысăк, курса калаçмасан çаврăнмас. Пазух. Çумăр çăвать — йĕпетет, хĕвел пăхать — типĕтет; пиртен тантăш сивĕнет, кайран хăех çаврăнать. Тайба-Т. † Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, çавăрăнат-ĕçке çыру майĕпе; пирĕнпе те тантăш, ачасем çаврăнат-ĕçке уллах майĕпе. || Поддаваться уговорам, соглашаться. Ильмово. Вара каччи çаврăнать те, хĕрне курасшăн пулать. Потом жених соглашается и высказывает желание повидать невесту. Альш. Çавăрăнĕ-ха çапла тусан, капла тусан. || Увлечься. N. Во час çавăрнать. Её легко увлечь. || Перестать сердиться. Шибач. Эп никçан та çавăрăнмастăп (не откладываю гнева, не перестану гневаться, сердиться). Кан. Кашкăр çилли çавăрăнман, çавăрăнма та шутламан. Ib. Неушлĕ, ниепле те çавăрăнмĕ (не простит)?... Хамăрăн вĕт... Чем люди живы. Çавăнтах ун çилли çаврăннă. ЙФН. Ват çын сăмахĕ час çавăрнмасть. (Может значить: 1) не ясно говорит, 2) не скоро проходит гнев). Синьял. † Эп савнинчен сивĕнтĕм, калла çавăрнать ан тийĕр (т. е. мое расположение не вернется). || Быть красноречивым (о речи). Альш. Авă, эсĕ ватă çын ватă çынах: санăн чĕлхӳ-çăвару çавăрнать мĕн каласне, епле каласне (т. е. ты знаешь наговоры). N. Чăваш юрри вырăнне çавăрăнман чĕлхе-çăварпа вырăсла юрлаççĕ. || Выводить мотивы. Çатра-Марка. † Симĕс пĕкĕ авăнмаç, çамрăк кăккăр çавăрнмаç (юрлаймасть). КС. † Юрла пĕлмен кăккăр çаврăнмĕ (грудь не выведет мелодий). Ib. Кĕсле çавăрнмасть, кĕвĕ лайăх тухмасть (не точно производится мотив). Юрк. † Симĕс пĕкĕ авăнмĕ, турти çумне çыпçăнмĕ; пирĕн çамрăк кăкăр çаврăнмĕ, ватă çумне çыпçăнмĕ. N. † Мĕн çамрăкран хуйхă курнăран, çавăнпа кăкăр çаврăнмас. Ск. и пред. чув. 26. Манăн кăкăр çавăрăнмасть, пысăк хуйхă курнăран. || Навиваться, виться. Юрк. † Пирĕн хирĕн варринче çаврăнса ӳсет пĕр тулă. Ib. Унăн кăтрисем çаврăнса ӳснĕ, явăнса ӳкнĕ. || Строиться. Микушк. Эпир кĕнĕ кил-карти, эпир тепре киличчен, хула пулса çаврăнтăр. (Такмак). || Переходить на чью сторону (метаф.). Юрк. Аптăранă енне, халтан кайнăскерсем, тытăннă лешсем енне çаврăнма (они). || Побывать. Альш. Ан хĕс куçна, хамах пĕлеп, çаврăнăп-ха каçпарах. || Пребывать. Микушк. † Эпир ларнă вырăна хĕрт-сорт ларса çаврăнтăр. (Такмак). Собр. Пĕчикçеççĕ, çап-çаврака, пӳртрен пӳрте кĕрсе çӳрет, нихçан та çаврăнса тухаймас. || Заниматься. N. Çу хута терлĕ-тĕрлĕ ĕçпе çаврăнса пурăнса эпĕ, Петр Алекçейĕвичран урăх нимĕн çинчен те ыйтса пĕлеймерĕм. || Удосуживаться. Тим. † Çырла пиçтĕр аллăм çаврăначчен (пока я удосужусь). || Накопляться (о делах). Альш. Праçник тесен те вăл хăйĕн ĕçĕ çавăрăнса килекен тĕлте, е пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе тытăннă чух, пулан праçнике кăна калат, е пĕр-пĕр тĕлтен пурăннă пурăнăçра пĕлме кирлине кăна астăват. || Беспокоиться. Чураль-к. † Чун савнине курмасассăн ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. Хамăра тохса кайнине шотласан, питĕ ăшчик çавăрнать. Абаш. † Калла-малла шотласан, ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. † Ай-хай çамрăк пуçăм, айван ăсăм, çавăрнат-çке шухăш майĕпе. N. † Шукăшла-шукăшла ларсассăн, шукĕшĕ майпе пуç çавăрнать. || Употреб. в качестве вспомог. гл. Çутт. 143. Шăшисем хуппине йĕри-тавра кăшласа çавăрăннă. Абыз. Качча тухакан хĕр каларĕ, тит: атте, эп пĕрер курка парса çавăрнам-ха, тит.

çиçĕм

(с’из’э̆м), молния. КС. Çиçĕм çиçсе килет. Янтик. Вĕçĕмрен çиçĕм çиçет. Ск. и пред. чув. 21. Çиленсессĕн, çĕлен пек куçĕпе çиçĕм çиçтерет. N. Çăмха пек кăвак çиçĕм. Рак. Çеçен-хир варинче ылттăн туя выртат. (Çиçĕм çиçни). Ст. Чек. Мăйăра çиçĕм пĕтернĕ (çиçĕм çапнă). Гов., когда орехи пусты и кора их почернела. Приписывают это действию молнии. Якейк. † Пире мырă памасан, çиçĕм çиçсе пĕтертĕр. Ст. Шаймурз. Çунамçăм, çунам çине çиçĕм пек юр тулчĕ. ЙФН. Аçа-çиçĕм хуньняçу. Твой свекор похож на молнию и гром. Охотников. Çиçĕм. Рассказывают, что бог преследовал диавола. Последний, должно быть, спасаясь от преслелования, как-то забежал в избу по трубе, которап была не закрыта. (Отсюда, повидимому, установилось мнение, что во время грозы всегда трубы, окна и двери нужно закрывать). Молния влетела за диаволом в трубу в виде огненного шара, который ударился о нечистый дух так сильно, что кровь его брызнула на стены избы. Те места, куда попала кровь, сразу загорелись, и начался пожар. || Назв. божества. Т. VI 7. Çиçĕм амăшĕ, çиçĕм çуначĕ, çиçĕм умĕнче çӳрекен ырă. N. Атса чупан çиçĕм. (Куç чĕлхи).

çум-кусан

(к̚узан), остатки от основы, не поместившейся в бердо и в ниченки. Мыслец. Яргуньк. Çом-косан — кĕре кĕмесĕр юлнă урашши; ăна тĕртнĕ майпе çăмха тăваççĕ (его, по мере тканья, скатывают в клубок).

çăмка

клубок. См. çăмха. Чураль-к. Пĕр пӳрт тавра хĕрлĕ çăмка утса çаврăнĕ. (Хăмăнтла). Ib. Пĕр çăмкан çич шăтăк. (Пуç).

çăмха

(с’ŏмhа, сы̆мhа), клубок. Зап. ВНО. Пĕр çăмхара çичĕ шăтăк. (Пуç). Ст. Чек. Пĕр çăмханăн хĕрĕх шăтăк. (Пӳрнеске). Трхбл. Пӳрт тавра хĕрлĕ çăмха çавăрăнат. (Таракан). Шел. 26. Çăмха кусса кайнă пек, сирпĕнет ун умĕнчен (заяц). Тим. † Çынсенĕн йыснăш çăмха пек, хĕве чиксен кĕрес пек; пирĕн йысна упа пек, çынна курсан çыртас пек. || Мяч. Ачач 96. Çăмхана пуринчен аякка та пуринчен çӳле çапса ярать. || Переносно — маленький ребенок. Кама 60. Çĕнĕрен чирлесен, пĕтерен вара хăна та, çак çăмхана та (ачине кăтартса), мана та пит начар пулать.

çăмхала

мотать на клубок. Сред. Юм. Çăмха çине çип тултарнине: çăмхалать, теççĕ. Вил-йăли. Ăна (свечу) вара çăмхаласа (сшфалью) пĕрене çине лартаççĕ. Ст. Чек. Çăмхалаççĕ кăшкар çине, йӳрек виттĕр, арăм-йиççи çине хутăра хураççĕ. Никит. Çăмха çăмхалани.

турт

, торт, (турт, торт), тянуть, притягивать. Сунт. Ермолайĕв алăка хăлăпĕнчен туртарах çĕклерĕ те, алкум алăкĕ часах уçăлса карĕ. Панклеи. Вăрă-хорахсем çавăрнса пырса алăка тортса пăхаççĕ — алăк уçăлмасть. Якейк. Вĕрен, килкепе явса пĕтерсен, она, якалтăр тесе, пăтаран çаклатса, пĕре пĕр вĕçĕнчен, тепре тепĕр вĕçĕнчен тортаççĕ. N. Хапхана турт-турт — уçăлмасть. || Тянуть (о трубе). N. Кăмака темĕшĕн туртмас. Орау. Темĕскер туртми пулчĕ (не тянет в трубу что-то; гов. о самоваре). || В перен. заач. N. Улпутсемпе савăт-хапрăк хуçисем хăйсем майлă туртаççĕ. N. Вăл ăçта туртнă, унталла каять. Кăмăлĕ туртнă хыççăн каймасть. ЧП. Эпĕ кунтан кайсассăн, шухăшăм атте килне туртат-çке. Пазух. Патшаях та çурчĕ — чул хула, чул хула та пулсан, чун туртмасть. Юрк. Ирĕксĕр тенĕ пек çыннăн кăмăлĕ ырра туртнă енне çаврăна пуçлат (где лучше, туда). НИП. Юн туртать (из-за убийства происходит вражда). || Тянуть к чему-либо. N. Хытă çĕрте çывăрма вĕреннĕ те, çавăнтах туртать. || Дергать. Ст. Чек. Лашана çиленсе тилхепе те туртман. М.-Чолл. Аллине тăсрĕ те, йĕвенне туртрĕ. Якейк. Кĕсле каланă чох вăл хĕлĕхсене аллисампа тортать (музыкант). Орау. Кантăрисене туртса салтмалла çыхаççĕ. Собр. Тĕкме витĕр йыт туртать. (Кĕнчеле арлани). Сред. Юм. Тортса салтмалла çыхăр. N. Атăсене аран сĕтĕретпĕр; туртса тухмас, пĕтĕм тăм анчах. Б. Яныши. Кăвакалĕ: тортас-çакас лакартакран, терĕ, тет. Тораево. Пурис пичин пурни куккăр. (Кантăра туртнă пăта). || Выдергивать, вытаскивать. Альш. Капан тăррине курак-чакаксем туртса пĕтерчĕç. N. Айĕнчен-çийĕнчен туртса, утмăл купа капанĕ тунă, тет. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ капан патне кайса çăварпа улăм пĕрчи туртаççĕ. || Одернуть. Якейк. Сан ӳт корнать, кĕпуне торт (одерни). Ib. Ача, кот хыç тортса яр-ха (одерни мне рубаху сзади). || Драть (за волосы). Тайба. Т. † Хĕр, савнине каяймасач, çӳçне туртса йĕрет улăхра. || Ударить, вытянуть. Кан. Чăпăрккапа çурăм урлă туртрăм. Сикрĕ те (лошадь), туртана амантрĕ. Исаково (Цив. р.). Ах, Ивана ашшĕ пушăпа туртрĕ. Норус. Пере (= пĕре) лашине туртса çапрĕ, тет, унтан лаши вĕçнĕ пек карĕ, тет. Альш. Ураран пĕр-иккĕ туртас (вытянуть кнутом). КС. Пушăпа çурăм тăрăх туртрĕ. || Дергать (о боли). В. Олг. Шăл тортать, болит зуб. (у КС — моментальная боль). N. Шăл тымарĕ туртсан, ыратать, шăл туни шыçса каять. Б. Олг. Хол тăрăх тем чирĕ тортса кайрĕ, тет, витрех ыратса карĕ хола тăрăх. Ib. Чăрпоç кокрашкине шăнăр тортса лартрĕ. Якейк. Соранлă алла çыхса лартрăм та, питĕ хытă тортать (дергает). Альш. Хăлхана туртса ыраттарат (боль). Синьял. Пуç туртса кайсан: кам мана çиет ĕнтĕ, теççĕ. || Втягивать. О сохр. здор. Сăмсана чей курки çине пĕр чĕптĕм тăвар ярса ирĕлтернĕ ăшă шыв туртас пулать. Шурăм-п. Сăмса-юхи (сопливый) манкине шалалла туртнă. N. Мана йытă тени чăтмалла мар хур, тутупала каланине сăмсупала турт. || Перетянуть. БАБ. Тенĕр ирччен юрĕ туртса кайсан, тепĕр çул тырă начар пулат, текенсем те пур хушăран. || Обтягивать. N. Тимĕр торт (обтянуть); тол торт. || Затягивать. Шорк. Чӳлĕк тортса пар-ха. || Подвинуть. Сĕт-к. Стеле кĕт торт. Юрк. Çав сĕтелне лартаççĕ маларах туртса, ун йĕри-тавра çаврăна пуçлаççĕ. || Везти, тащить. ПВЧ 104. Мăн çул çинчи тусанне хура тур лаша туртас çук (не увезти). Кан. Лаша туртса çитерсен, пĕтĕмпех тиетпĕр. М. Етмени. Тортаканĕ ларса пыраканне йоратмаçть. Везущий не любит везомого. Никит. Пĕр сухине туртрĕç те, уя сухалама карĕç (девки). || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: турт, тесе сĕнеççĕ. Ib. Качча кайнă хĕр амăшĕсем патне сăрапа пырсан, пичкине пӳрте йăтса кӳртиччен, сăрине анинчен çĕр виттĕр ĕçеççĕ, ăна: çĕрпе туртас, тиççĕ. Ск. и пред. чув. 19. Шыва ланкартаттарса тутисемпе туртаççĕ. || Впитывать, втягивать. Якейк. Хот чернила тортса илет. Орау. Губкă шыва хăй ăшне туртса илет. Губка впитывает в себя воду. Ib. Тип хăмăш шыва хăй ăшне туртса(ĕмсе) илет; пирĕн енчи чăвашсем çавăнпа чӳрече çинчи шыва ĕмтерсе илме пĕрер ывăçăн-пĕрер ывăçăн çыхса ал-лапки тăршшĕ татаççĕ, вĕсене чӳрече çине лартаççĕ. Хора-к. Выртан каска шыв тортать. || Курить. Изамб. Т. Çынтан туртса вĕренсе каяççĕ ăна. N. Ачалла чĕлĕм туртмалла мар. Не нужно курить с детских лет. Орау. Чĕлĕмне туртса ярчĕ (закурил). N. Тортнăпа тортман пĕрех. || Нюхать табак. N. Сăмсана тортать (нюхать). N. Тапак тортат (нюхаю). || Манить. Альш. Çĕлĕкпе туртрĕ (манил). КС. Мана пĕр çын çĕлĕккипе туртса чĕнчĕ (манил). || Выносить, вытаскивать. Орау. Хĕрарăм килтен юта япала туртсан, пурнăç каялла (или: кутăн) каять, тит. || Натаскивать, подтаскивать. Ала 107. Шăши та хăйне валли шăтăкне мырă тортать, тиççĕ. Ib. 98. Часрах нӳхрепсем ту та, нӳхрепсемшне тырруна торт. Богдашк. † Туртасси пур пĕр кĕлет, туртăпăр та татăпăр. Ядр. † Алтăр тулли аш туртрăм, вăртах пычĕ, чӳлĕк туртрĕ. N. † Янавар укçи турпас мар, туртмассейрен çу юхмаçт. Б. Олг. Кайсассăн (на свадьбу), ачасам она хĕре ташлама тортаччĕ. Юрк. Ют çынсем ăна сиссе, манахсем пуçлăхне вăрттăн систернĕ: сирĕн монахсем çапла-çапла çăл шывĕ вырăнне витресемпе эрех туртаççĕ, тенĕ. || Весить. Г. А. Отрыв. Пĕр 12—13 кĕренкке йăвăрăшĕ туртнă пуль. || Пилить. Сятра. Ме тортмастăн (или: татмастăн)? Что не пилишь? Панклеи. Эпĕ çиттĕрм те, йоман тăрне хăпарса, пăр тората кăчăкăпа тортма тапраттăрм. || Грести. N. Тырă туртмалли кĕреçе (на мельнице), пĕтернĕ чухне унпа тырă туртаççĕ. Якейк. Орапа е çона çине утă е олăм тяса (= тиесе) лартсан, вăл тăкăнса ан пытăр тесе, çакăнса тăракан ута креплепе тортаççĕ, татаççĕ. || Черкать, подчеркнвать, зачеркивать, проводить линию, прочерчивать. N. Турта-турта хурасран хăрарăм. Я боялся, что он перечеркает. N. Çырнă сăмахсене айĕнчен турт (подчеркни). || Затягивать, запрягать. Карсун. Эп чупрăм та антăм килелле, и туртса та кӳлтĕм торă утма. Янтик. Хура турă утсене туртса кӳлме юрĕ-ши? Турта тулли тур лаша, туртса култĕм туртана. || Заволакивать. Якейк. Ир уярччĕ, халь пĕтĕмпех пĕлĕт тортса илч. Н. Уз. Çанталăк улăшăнчĕ, пĕлĕт туртрĕ. Собр. † Уйăхсам тĕлне пĕлĕт туртсан, пире асăнмасăр ан тăрăр. || Обшивать, вшивать, вплести, обтягивать. Янтик. Белая Гора. † Саратăв енчĕк тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмăр. Альш. † Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у енчĕк’а). Собр. Касански хĕрĕсен пурни пурçин турта-çке, ури пире тапа-çке. Лашм. Пĕчĕкçиççĕ çăмха — сар çип çăмхи, ан çухатăр — пиçиххи туртăпăр. К.-Кушки. Туртнă пиçиххи (на пальцах плести шнурки; так делают „йĕм кантри“). || Облепить. Чхĕйп. Тата çăпата кантринчен кăшт пĕчĕкрех пĕр вунă хăлач çип пĕтĕрнĕ те, уна ăвăспа туртса, çурта пек çунакан тунă (делали). || Спать крепко. Икково. Апат çисан, ну ыйха тортатпăр (нумай çăвăратпăр). || Затянуть песню. Ир. Сывл. 6. Ян-ян кĕвве паянах туртса ярар çĕнетсе. Ib. П. Туртрĕç-ячĕç çĕн юрра (затянулн новую песню). Ib. 26. Хăйĕн çемçе чĕлхипе туртса ярать юррине. || Волочить, подтаскивать. || Отводить. Тим. Чĕлхерен йăнăш тухсассăн, айăпа туртас ан пулăр.

тăпăл

дергаться, выдергиваться. N. Усал курăкпа пĕрле тулли те тăпăлать. || Износиться. Чебокс. Атăсем тăпăлса, çĕтĕлсе пĕтрĕç. Сапоги изорвались, развалидись. СТИК. Çĕлĕк чист тăпăлса тухрĕ (нутро вывалилось). N. Ура тăпăлса карĕ. Сред. Юм. Атă тăпăлса тохрĕ (çăпата и пр. износились, и при том показывает, как выдергиваются одно лыко за другим). Толст. Хăш-хăш чикĕмĕ хĕрринелле тухса каять те, тăпăлать-тухать. || Распуститься. СТИК. Çăмха тăпăлчĕ (= саланса кайнă, арканса кайнă). N. Йĕке тăпăлчĕ, распустилось веретено. Ib. Тăпăлса кайрĕ, отлетело. || В перен. знач. СПВВ. ФИ. Тăпăлчĕ — нимĕне пĕлмесĕр пит хытă вăр-çакан çын; акă икĕ хĕрарăм тавраш вăрçнă чух пĕри-пĕри нимĕне пĕлмесĕр темĕн-темĕн каласа тăкалтарсан: тăпăлчĕ саççим, теççĕ. || Навалить; сойтись. Сред. Юм. Ах тор, паян шкула халăх тăпăлчĕ, епле шăнăçĕç. Туперккульос З2. Çав майра пасарне пĕтĕм халăх тăпăлать. Ib. Мулкач хăвалама çĕр çын тăпăлса тухать.

тăр

то же, что тăрă, вершина, верх. Ачач 57. Хĕвел вăрман тарне пысăк хĕрлĕ çăмха пек кусса тухрĕ. Ib. 4. Ылтăн куçлă хĕвелĕ, вăрман тăрнелле чылай хăпарса çитсен, тăрук вăрман ăшне пăхса илет. Абыз. Апат çиет, тет те, кăмака тăрне хăпарса выртать, тет. Поест, да на печку.

кустар

костар (-тар), понуд. ф. от гл. кус, кос, катить, катать, скатить, скатывать; покатить; прикатить; пускать вскачь. N. Урай тăрăх пĕр ывçă пăрçа кустарса ятăм. Альш. † Сар ачанăн карттусне кукăр-макăр кустартăм. Богдашк. † Кĕленче çăмарта кустартăм, Чулхулана çитертĕм (докатила). || Орау. Таканапа пăрçа кустартăмăр та, пăрçа ăшалаççĕ-ха халь (жарят). Юрк. Çăкăр пĕçернĕ хыççăн пысăк кăмакана паранкăсем кустараççĕ (бросают). Пиçсен, ăна тăвар сапса çăкăрпа çиеççĕ. || Юрк. Çуртăри чустине сĕтел çине хурса сараççĕ, йĕтĕрпе кустарса (катая, рассучивая) çӳп-çӳхе тăваççĕ. N. Йĕтĕрпе тăла кустараççĕ (катают). N. çăмха кустар. Беляева. Ут (у др. утă) кустар (скатывают сено в валы). N. Урапине кустарсан, вĕçет. N. Çол орлă костарса лартса (дорогу замело снегом). N. Хальхинче вырăс пупа тата чăнкăрах çĕртен (с еще более крутого места) кустарса антарса панă (скатил). Якейк. Сасартăк хватлă çил тоххĕр те, çынсене лаши-орапи-мĕнĕпех, кăстăрмач пак костарса, çавăрса исе карĕ. || О быстрой езде. Макка 189. Унтан вара, вилнĕ çыннине пытарсан, пит хытă кустарса таврăнаççĕ (во весь опор). Истор. 112. Ăна хирĕç юланутпа кустарса кайнă (покатили верхом). Ст. Чек. Çын килелле кайсанах, вăрмантан арçури тухнă, тет те, лашана утланса, кустарса çӳренĕ, тет. N. Эпир пит хытă кустарса килтĕмĕр (выртмаран). Бел. Гора. † Вылятрăмăр, кустартăмăр, хапха тулне кăлартăмăр (лошадей). N. Унччен те пулман (вдруг), Иван шăнкăравпа пачăшкă умне кустарса пынă. Толст. Ачасем çавăрăнса пăхнă та, кустарса пыракан кайăкçа (охотника) курнă. Ib. Тутарсем те ăна курнă та, ун патнелле кустара пуçланă. Б. Яныши. Пусăкраххисем учĕсене тытрĕç те, килелле кустара пуçларăмăр. БАБ. Ăçта каяссине хамăр та пĕлместпĕр терĕçĕ, тет те, пурте, павуска ăшне ларса, кустара пачĕçĕ, тет. || Быстро жать хлеб? Якейк. Ку пĕчĕк аная костарса анчах кайăпăр вăт. Ib. Тырри шуламлă та, костарса анчах карăмăр. || Выкладывать чем, vestire. М. Тув. † Пирĕн Тумккă хула пек: тулне тутăр çаптарнă, ăшне ылтăн кустарнă, çулне чукун сартарнă. Н. Лебеж. † Виççĕмĕш вĕретĕм сăрине, хĕрĕх хăлаç нӳхрепне, ăшне шăвăç кустарнă, пичĕкесĕр янă, тет. N. † Вырăсла та çӳçме эп кастартăм, йĕри-тавра ука кустартăм. N. † Йĕс турапа пусса турарăм, çинчен шăрчăк ук(а)сем кустартăм. Янтик. Чăпăрккана малтан ик кантраран яваççĕ, унтан вара ун çинчен тата тепĕр кантра явса пыраççĕ; çав виççĕмĕш кантрана явнине „кустарса явас" теççĕ. || Выпроводить. КАЯ. Унтан мана хуралăç, ват мучи, хултан тытса: мĕлле çак Макçăм ывăль-хĕр кирек ăçта çитнĕ, унта çапкаланса çӳреç-ши! Халь урнă йăтă Тюмине тулланă, тет-ха, тата туллаттарас килет-и-мĕн кĕсен? тесе, кустарса ячĕ (выпроводил). || Scortari. Альш. Кустарат вăл ( = чупат). Она распутничает. || Случать. Янтик. Иван кĕсрине кустарма (чуптарма) кайнă. Ст. Чек. Кустарнă. Случили (корову и пр.) || Соблазнить. Абыз. † Астартăм та кустартăм, кусар вĕçне хыптартăм. Байгул. † Илĕртрĕмĕр, кустартăмăр, хапха тулне кăлартăмăр. || Поддакивать. Собр. Усал çынпа хăй урапи çине ларса кустарас пулат (надо гладить по шерсти. КС.), теççĕ. (Послов.). СПВВ. ИФ. Кустарас — илĕртсе вăл калаçнă майпа калаçса пырас. N. Тĕрĕс, тĕрĕс, Кĕркури хăта, лайăх йĕркепе пăхса ӳстернĕ ачасем нихçан та ашшĕ-амăшĕ ирĕкĕнчен тухса çӳремĕçĕ, ашшĕ-амăшне вĕсем темĕн тĕрлĕ асла хурса пурăнĕçĕ, тесе, Кĕркури майĕ кустарса пынă хăнисем (поддакивали). || О мятели Сятра. Çол орлă костарса лартса. Дорогу замело. Ib. Çол орлă (или: çола) шăлса лартса та, çолĕ çĕтсе. Дорогу замело, и дороги нет. || Пускать (лошадь) в галоп. Цив.

кăлтăр

(кы̆лды̆р), подр. стуку некоторых вращающихся предметов, а также звукам, напоминающим этот стук. Иногда употр. в качестве гиперболы. N. † Аякра аслатисем авăтаççĕ (гром), кăлтăр-кăлтăр сассисем илтĕнет. N. † Кăлтăр-кăлтăр урапа, кăлтăртатса пыраят. (Хĕр йĕри). N. † Кăлтăр-кăлтăр урапа, ăçта каян урапа? Сред. Юм. Кăлтăр-кăлтăр-кăлтăрр! Арласа, толтара пынă йĕке (веретено) пĕтĕрнĕ чохне çĕре лексен, çапла сас илтĕнет. Шорк. Кĕпер урлă кăлтăр-кăлтăр (здесь: кŏлдŏр-кŏлдŏр) тутарса каçса карĕ. Ядр. † Кĕмĕл çĕрĕ (кольцо) варличчĕ, кăлтăр кусса тухинччĕ, çуна çине укинччĕ. Чăв. йум. 1919, 10. Çăмха (клубок), кăлтăр-кăлтар туса, вăрман сукмаккипе кусса кайрĕ. Якейк. † Кĕмĕл çĕрĕ варлăм пор, кăлтăр косса тохинччĕ, ман порняя (= пурнене) кĕринччĕ. Ала 87°. Пĕр ылттăн çăмарта (яйцо) сиксе тухрĕ те, кăлтăр! Иван патша патнелле кусса карĕ (звук от вращения). Собр. Кăлтăр-кăлтăр кăткă тĕми (муравейник), симĕс кайăк упăшки. (Кăркка аçи). Сала 227. Кăлтăр-кăлтăр кăткă тĕмески, майра акайăн упăшки. (Тăвар килли).

нăкăлт

(ны̆гы̆лт), подр. неожиданному появлению (приходу). Капк. Çапла калаçса выртнă вăхăтра, Ваççил Ваççилч хваттерне пĕр çăмха евĕр çын, нăкăлт! кĕрсе тăчĕ.

пир тĕртни

тканье. Изамб. Т. Главнейшие термины, встреч. в ткацком деле: çип (нитка), çунат (воробы), хутăр (моток), хутăр йывăççи (мотовило), хутăр (разматывать нить с веретена на мотовило), йĕке (веретено), кăшкар (вьюшка, лукошко без доньев, на которое навивают нить с воробов), юрек (вьюрок), кумкăч (сновальня), кунча (снятая с сновальни основа и сплетенная в узлы), кунчала, кунçала (свивать снятую с сновальни основу в узлы), кум (сновать, натягивать нитки на сновальню), кумми (основа), ураççи (уток), кăнтар (натянуть основу на станок для тканья), хӳре (суживающаяся часть основы за ниченками), куç (узел основы), куç яр (спустить узел), çĕрĕ (цевка), хултăрчă (скальница), кустăрма (кружалка на веретене скальницы), кĕрĕ (ниченки), кĕрĕ çакки (веревочки, на которых висят жердочки ниченок), кĕрĕ патакки (жердочки ниченок), тай шакки (косточки, посредством которых подложки подвешиваются к жердочкам ниченок), улттă кĕрри, çичче кĕрри и т. д., витĕр (продеть нити основы через ниченки или через зубья берда), çилĕ, хутăр çилли (толстая нитка, которая пропускается через основу, чтобы сохранить порядок ниток в основе), куç хулли (палочки или лучина, вставляемая в основу поперек за ниченками после того, как вынуто çилĕ), куç хăййи (то же), хĕç (бердо), хĕç шăлĕ (зубья или набор берда); хĕç ӳретти (палочки между которыми расположены зубья берда), хĕç янаххи (набилки), улттă хĕçĕ (бердо в 6 пасм), çиччĕ хĕçĕ (бердо в 7 пасм), саккăр хĕçĕ, тăххăр хĕçĕ, вуннă хĕçĕ, вунпĕр хĕçĕ, вуниккĕ хĕçĕ; ăса (челнок), ăса варри или çĕрĕ варри (пруток, игла, ось цевки), пир вырăнĕ (ткацкий станок), тăратни (стойки в ткацком станке), кашта (перекладина, с которой подвешены блоки), шăлтăрма (блок), хивсе (пришва), хивсе патакки или пăрт йывăççи (притужальник, ворот пришвы), ура пусси (подножки), ура пусси çакки (веревочки, на которых висят подножки), чавса (стойка на брусе для пришвы; чавса, представляя примитивный станок, вставляемая в нары, когда нет ткацкого станка), пуç хăми (дощечка, вставляемая стойком в зев основы при выточке узоров), тĕрт (ткать), пĕтĕр (сучить), арла, авăрла (прясть), çăмха (клубок), çăмхала (навивать нитки в клубок или с воробов на вьюшку), килтĕ, килт çип (нитки, остающиеся в конце основы), тăрăх (кусок, конец, полотнище).

ăвĕн

перед, пред; то же, что уммĕн, умĕн. Синер. Пĕр çăмха илчĕç, тет те, çав çăмхана хăйсем ăвĕн кустарса ячĕç, тет. Взяли, говорит, клубок и этот клубок покатили перед собою.

юмах

йомах, сказка. Шибач. Йомах йоплĕ, хӳри коккăр (= каласа кăтартас килмес). Курм. Йомах леш енне, эп ку енне. (Так заканчивают сказку). Тогаево. Порте çывракансем сиксе тăчĕç те, илтлеме пуçларĕç, вара çав çĕр çĕрĕпех йомах ячĕç. Панклеи. Йомах йоман тăрне, хам хыр тăрне. (Заключение сказки). IЬ. Йомах каяла, хам малала (то же). IЬ. Йомах Йоман тăрне, хам çăка тăрне (то же). N. Юмах юман тăринче, хам çăка тăринче. Бел. Авал пулни — хальхи юмах? IЬ. Авалхи (ĕлĕкхи) пурнăç — хальхи юмах? Яргейк. Юмах ярса кăтартăр-ха мана! Скажите-ка мне сказку! Никит. Икĕ çăмха йомах(х)и. Сказка про два клубка. Сёт-к. Йомахрилла поль. Наверное, как в сказке. Синерь. Юмах юман урлă, эпĕ пилеш урлă. (Конец сказки). || Загадка. СТИК. Юмах (загадка) юпа тăрринче, халап (сказка) хапха тăрринче (говорят тому, кто просит сказать сказку). М. Яуши. Тупма(л)ли юмахсем. Загадки. Пус. Юмах ярăп, пĕлмесен, калăп (Çăпата). || Притча. Урож. год. Урттеми юмах çапать (сказывает притчу, делает намек). || Рассказ. Шурăм-п. № 16. Çисе ларнă хушăра пирĕн Тир Йăванĕ юмах çапа пуçларĕ: эпĕ çăрккаç арçури куртăм. В. Олг. Ку йомаха (рассказ) ярас полсан, ыранччен ярса пĕтерес çок. Если говорить об этом, то и до завтра не кончишь. || Разговор. Хĕвел, № 1. Тĕлĕнмелле — таçтан юмах (слова, разговоры) тухать (у них). Тогаево. Ко арăм, нимскер тума аптраса, çынсен йомаххисемпе йомăçа кайма тытăннă, тет. Ала 15. Ир тăрсассăн, икĕш каяллах юмаха кайнă (вступили в разговор).

меччĕ

(мэччэ̆), мяч. Икково. Янтик. Меччĕ — çăмха, мячик.

вăр-çаврака

совершенно круглый. Кр. Чет. † Çамки хĕрри кăтраччĕ, вăр-çаврака куçлăччĕ (она была с совершенно круглыми глазами). Якейк. Çăмха (клубок) вăр-çаврака. Ib. Кайăк йăви вăр-çаврика. См. пăр-çавра.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

ёж

сущ.муж., множ. ежи
чĕрĕп; иглы ежа чĕреп йĕпписем; ёж свернулся в клубок чĕрĕп çăмха пек хутланса выртрĕ

клубок

сущ.муж.
çăмха; клубок шерстяных ниток çăм çип çăмхи ♦ свернуться клубком хутланса вырт

моток

сущ.муж.
çăмха, тĕрке; моток ниток çип çăмхи; моток проволоки пралук тĕрки

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

закатиться

сов. 1. (укатиться) кусса кĕр, кусса кĕрсе кай; клубок закатился под кровать çăмха кравать айне кусса кĕрсе кайрĕ; 2. (скрыться за горизонтом) ан, анса лар, пытан; солнце закатилось хĕвел анса ларчĕ; 3. перен. (кончиться вĕçлен, пĕт, сӳн; его слава закатилась унăн чапĕ сӳнчĕ; 4. прост. (уехать) вĕçтер; ◇ закатиться смехом каçса кайса кул, ахăлтатса яр; закатиться кашлем каçăхса кайса ӳсĕр.

клубок

м. 1. çăмха; тĕрке; клубок ниток çип çăмхи; клубок шерсти çăм тĕрки; 2. перен. тĕвĕ; клубок противоречий хирĕçӳлĕх тĕвви; ◇ клубок в горле (стоит, застрял и т. п.), клубок подступил (или подкатился и т. п.) к горлу ăшчик тулса килчĕ, пыр капланса килчĕ, тăвăнса çитрĕ; свернуться (сжаться, съёжиться и т. п.) в клубок, клубком çăмха (е чĕрĕп) пек хутланса вырт.

комок

м. пĕчĕк муклашка, чăмăркка, чăмакка; комок в горле (стоит, застрял и т. п.) пыр пӳлĕнчĕ; комок подступил (или подкатился) к горлу ăшчик тулса килчĕ (е тăвăнса çитрĕ); сжаться в комок (или комком), свернуться в комок (или комком) çăмха пек хутланса вырт, чĕрĕп пек хутланса вырт.

моток

м. çăмха, хутăр; моток ниток пĕр çăмха çип.

намотка

ж. 1. по гл. намотать; намотка проволоки пралука чĕркесе хуни; 2. разг. (моток) çăмха.

сплестись

сов. 1. явăн, çыхлан, явăнса çыхлан; корни сплелись тымарсем явăнса çыхланнă; змеи сплелись в большой клубок çĕленсем явăнса пысăк çăмха пулса выртнă; 2. перен. (соединиться, слиться) çыхăн, пĕрлеш; их судьбы сплелись вĕсен шăписем çыхăннă.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

çăмха

йомгак

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

çăмах

«шарообразные кусочки теста наподобие украинских галушек, сваренные в супе или молоке»; ср. тат. умач, чумар, башк. умас, сумар, азерб. умач. Происходит от слова со значением «круглый», «шар», «нечто шарообразное»; ср. çăмха (см.), азерб. юмаг «клубок», «моток»; к. калп. диал. жумак «комок».

çăмха

«клубок», «моток ниток»; МК йумгак «круг», «шар»; Замахш. йумкак, АФТ, туркм., тур., тат. йумак, кумык, юммак, тат., башк. йомғак, казах., к. калп. шумак, азерб. юмаг «клубок (ниток)»; узб. юмалок, алт. В дьумгак «мягкий кусок чего-нибудь, образовавшийся от сжатия в руке» (теста, глины и т. п.). Образовалось от слова со значением «круглый», «шар»; «нечто круглое, шарообразное»; ср. йумгак mac «круглый камень» (Малов 390).

Çавăн пекех пăхăр:

çăмламаслан çăмлан Çăмми çăмри « çăмха » çăмхала çăмхалан çăмхалантар çăмхалаттар çăмхалла

çăмха
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150