Шырав: çăпала

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

шумовка

шумовка (шăтăк-шăтăк çăпала евĕрле хатĕр)
шӳрпе кăпăкне шумовкăпа илсе пăрах — снять шумовкой пену с бульона

çăпала

1.
половник, разливательная ложка (больших размеров)
поварешка
разг.
йывăç çăпала — деревянная поварешка
тимĕр çăпала — металлический половник
хуран çăпали — половник
пĕр çăпала яшка ярса пар — налить один половник супа

çăпала

2. пчел.
ковшик, черпак (для сгребания роящихся пчел)

çăпала

3. диал.
ложка

çăпала


сехет çăпалидиал. маятник часов
суха çăпали — полица (часть сохи)

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

çăпала

ковшик, половник; ложка; çăпала çурăлчĕ – уполовник треснул.

189 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çурт

, çорт, (с’урт, с’орт), строенне (изба, сруб, конюшня и пр.). N. Унта çурт пур-и? Есть ли там (какое-нибудь) строение? N. Çурт лартрăм. Я поставил строение. || Двор со всеми относящимися к нему постройками. Изамб. Т. Ул тыррисене, çурт çавăрас тесе, сутса пĕтерчĕ. ЧП. Пирĕн хамăр савни хура куç инçе те мар, çурт урлă. Юрк. Е тата хулара хăй çурчĕпе пурăнакан тетĕшĕнчен (ашшĕпе пĕр тăвантан) ыйтса илет (деньги). Ib. Çурт ларттара пуçлат, пӳрт, кĕлет, вите, ытти хуралтисене те тутарат. N. Унтан мĕн килет çурта, мĕн каять, мĕн пулнине çырса яр. Альш. Çуртсем пирĕн енчи вырăссеннĕ пекех: ытла елккен çуртсем мар. К.-Кушки. Унăн çуртне салатнă та, пӳртне витнĕ чусне вăрласа кайнă. У него раскидали всю избу и утащили тес, которым она была покрыта. КАЯ. Вăл карчăк пиртен пилĕк çурт урлă анчах. Собр. Çуртра тиркĕ-çăпала шалтăртатмасăр пулмаçть, теççĕ. (Послов.). Ау 17°. Амăшĕ каларĕ, тет: ачам, çурт кучĕ йывăр, тесе, калаççĕ, тухса килĕш мĕнпе те пулин, тесе каларĕ, тет. Н. Байгул. (Алтан) çурт айĕнче алтсан, çăмăр пулать. N. Çурт ăшчиккине пухап. Убираюсь в избе. N. Шур курница çумне çурт хурат (хура чĕкеç). ЧС. Çуртсăр юласси (лишиться) пит хĕн. Собр. Ывăл пулмарăм, хĕр пултăм: çурт тытмасть, тесе, паратрим? N. Тутар, ахăр, пĕр майлă тăраканскер, икĕ пӳрт, йĕри-тавра çуртсем. Ст. Чек. Çурт çумне хуралтă хушас, тепĕр хуралтă лартас. N. Ăна вĕлерес пусан, пирĕн çурт хупăнат. || Этаж. Бгтр. Улпут аялти çуртĕнче чей ĕçсе ларать, тет.

çăпала

(с’ŏбала, сы̆бала), ложка. В. Олг. Çăпала, ложка. (Слово „кашăк“ здесь неизвестно). Пшкрт. Каран вăл окмака ереччĕ (jӓрӓчэ̆), пиччĕшсем пасара амăшня пытарма çăпала (с’ы̆βала) ил, теччĕ, туар, коршшок ил, теччĕ, окçине парсереччĕ (= парса яраççĕ). || Половник, уполовник, разливная ложка. КС. Çăпала-яшка антармалли. Хурамал. Çăпала — яшка антаракан пысăк кашăк. Изамб. Т. Кăймак чустине тӳрех çатма çине çăпалапа яраççĕ. || Маленькнй деревянный ковшик. СПВВ. ЕХ. Çăпала — йывăçран тунă пĕчĕкçĕ курка. || Черпак для сгребания пчел. Порх. || Полица. См. суха çăпали. ХЛБ. Тепĕринпе (сохою) ун хыççăн (вслед за первою сохою) пĕр йĕрпех çăпаласăр аялти тăпрана сухаласа çиелле кăлармасăр çемçетсе анчах пырас пулать. || Часовой маятник.

çпала

ложка. Вомбу-к. См. çăпала.

тултар

(тулдар), наполнять. Орау. Туллиях тултартăн-и? — Çурри ытларах.— Туллиях тултарас пулать. СТИК. Ĕне мĕн пурăннăçем сĕтне хăпартат, малтанах куркана та тултараймасчĕ, халĕ çак витрене тултарса пырать (чуть не полно дает в это ведро). Сунт. Кун каçиччен çĕр çын ытла кĕрсе тухать те, урайне пĕтĕмпех тултарса хăвараççĕ (сорят). N. † Аттен пӳрчĕ пусăк пӳрт, хамăр килсе толтартăмăр. Ст. Чек. Сĕтел тулли ĕçкĕ-çикĕ тултарса лартнă. N. Темскерпе тултарнах паян ман пуç (тяжесть в голове). || В перен. знач. ПВЧ 90. Атти пӳрчĕ, ай, аслă пӳрт, тултариччен, ай, юрлам-и, тулса çитсен, тухам-и? N. Ати пӳрчĕ шурă пӳрт, янрать, янрать, янримасть, эпĕ юрлам янрамала, тултариччен юрлам-и? Ачач 68. Таврăнасса каллех ăшчиккине тултарса таврăнчĕ. || Насыпать полно, доверху. Кан. Авăртма пынă çынсен çăнăхне вăрттăн тултарать. || Довесить. Толст. Ашне начаррине панă, тет, çитменнине тата виçине те тултарман, тет. || Завалить. ТХКА 41. Хура кĕсрене шăтăка йăвантарса ятăмăр. Çăхансем кăранклатса вĕçсе çӳреççĕ. Кĕсре çине тăпра тултартăмăр. || Набивать. О сохр. здор. Пысăк шăтăк алтса, тĕпне те, пур аяккисене те тăм тултарса, питĕ хытă таптаса пирчетес пулать. || Наливать. Альш. Лешĕ пĕр çăпала сĕт илет тултарса, сапат кăна хырăмĕнчен. СТИК. Стайккари шыва тултарах тăратпăр (никогда пустой не стоит). Ib. Çула пирĕн, пахчари çимĕçсене сапма тесе, пусăри шыва стайккапа тултарса хĕвел çинче ăшăтаççĕ, çав шыва вара кирек ăста та тыткалатăн, мĕн чакнă, ăна çĕнĕрен тултаратăн, çавна вара çапла калаççĕ. || Надувать (о снеге). N. Пирĕн кил-карти çумне юр пит тултарчĕ-и? Тултарнă пулсан, лепе уçкалăр-ши? N. Ĕнер питĕ нумай юр тултарса хунă. N. Юп хушшине юр тултарнă. || Выплатить сполна. Сред. Юм. Аллă тенкĕ холăм толтарнă. Пятьдесят рублей калыму сполна выплатили. Юрк. Вăл укçисене хулăн укçи тултарма тесе параççĕ. || Вымнеть (близка к растелу). N. Кĕсрӳ пит тултарчĕ ĕнтĕ. К.-Кушки. Пирĕн ĕне тапратса тултарчĕ ĕнтĕ, час пăрулат пулмалла. || Удовлетворять. КАЯ. Эпир, айван ывăл-хĕрсем, ним пĕлмесĕр ĕлĕк сурăм киремĕтне тултармасăр çапла пултăмăр пулĕ. (Из моленья киремети). || Выложить (о дровах). N. Вутă тултараймарĕç виçĕ аршăна. || Исполниться (о возрасте). N. Хĕнпе ӳссе хĕр пултăм, вунçич çула тултартăм. Ачач 22. Тимуш пуçĕнче тата, ӳссе пысăклансассăн та манмалла марскер, çав хăй вуниккĕ тултарачченхи вăхăтран тепĕр самант пит çирĕппĕн ларса юлнă. N. Виçĕ çул тултарсан, килĕп курмашкăн. || В качестве вспомогательного глагола. Алик. † Эпир сӳрес сӳрине чăхсам айне лартрĕç те, чăхсам сысса тултарчĕç. (Солд. п.). N. Халĕ те ярса тултарман-и-ха? Панклеи. Потран татса толтарсан (когда нарвали борщовник), арăмсам киле тавăрнчĕç. Изванк. Тул çутăлсан, икĕ урапа кӳлчĕç те, лашасем тавра пĕтĕмпех пирсем çакса тултарчĕç, килкеписене те пирсенченех турĕç. (Похороны). Б. Яныши. Старик пулă нумай тытса тултарчĕ, тет те, киле таврăнать, тет. Чураль-к. † Эпир каяс çул çине йĕтĕн акса тултарнă; эпир илес сар хĕрсене елек парса пĕтернĕ. N. Касса кĕрсе пӳрте йĕри-тавра йывăçсем лартса тултаратпăр. Унтан çулса кĕрсе урайне пĕтĕмпе курăк сарса тултаратпăр. N. Ĕçсе тултараççĕ те, çапăçма тытăнаççĕ.

кĕсел

(кэ̆зэл'), кисель. СПВВ. Кĕсел, кĕсел! кил кунта, ман çăпала çук кунта! КС. Кĕсел (из гороховой или овсяной муки). N. Аннӳ кĕсел пĕçерет, мишер çисе пĕтерет. N. Ĕç ĕçлеме: аюк, тет, кĕсел çиме: пырăп, тет. Юрк. Кĕселне те çаплах (как «мимĕр») тăваççĕ. Анчах кĕселне сĕлĕ çăнăхĕнчен пĕçереççĕ. Ăна та çапла, вĕри шыв çине сĕлĕ çăнăхĕ ярса, пăтратаççĕ. Пиçсен, ăна çиеççĕ. Кĕселе сĕтпе анчах сыпса çиеççĕ. Кĕселе чăвашсем сайра-пĕре анчах пĕçерсе çиеççĕ. Сред. Юм. Кĕсел тесе, кăвас хôрса лартнă çĕртен чôста илсе, нимĕр пик шĕвĕрех туса пĕçерсен, калаççĕ. Орл. Уй варĕнче кĕсел тирки ларать. (Йитем). Ib. Сĕм вăрманта кĕсел тирки ларĕ. (Тунката). Н. Уз. Манăн атте (Хумук) çĕре: кĕсел пек пулнă (была как кисель), тесе калатчĕ (т. е. во времена первобытные). N. Тӳрем çĕрсенче çĕр кĕсел пек исленсе тăрать. || Брань. КС. Ай, кĕсел (висляй, дрянь), çавна та тăваймасть! СТИК. Кĕсел, мямля.

шатăртат

(-дат), трещать. N. Вутă шатăртатса çунать. Дрова в печке горят с треском. Орау. Кăмака шатăртатса çуннă майĕпе çывăрса карăм. Сл. Кузьм. 13З. Вут тухрĕ! тесе кăшкăраççĕ. Типсе тăнă улăм шатăртата пуçлать. Альш. Улăм ури шатăртатса çунать. А.-п. й. 45. Пĕтĕм улăм шатăртатса çунма тапратать. Ib. Улăм мĕн чухлĕ шатăртатнăçемĕн кашкăрĕ шаларах чыхăнса кĕрет. Чем больше солома трещит, тем глубже волк в солому лезет. N. Алли те çок, ори те çок, шатăртатса вотти çонать. Хăр. Палля 27. Аякра аслати сасси шатăртатни илтĕнет. N. Ероплан сасси шатăртатать. Хурамал. Çăра вăрмана выльăх кĕрсе кайсан, çапăпа шатăртатса çӳрет. КС. Йăвăç çилпе шатăртатса кайса ӳккĕр. Хора-к. Юман çурăлса шатăртатса карĕ. N. Нассус кĕпçинчен шыв шатăртатса сирпĕтет. N. Пăр шатăртатать. Лед трещит. Букв. 1904. Асту, нумайрах лар; шатăртата пуçласан, тата шаларах чик, унсăрăн пулă тытаймăн. КАХ. Хай сăхмана пуç çинчен сирсе яратăп та, хăлхана йĕке шатăртатнă сасă (звук при вертении веретена) кĕрех кайрĕ. N. Сунар. Çуртра тиркĕ-çăпала шатăртатмасăр пулмасть. КС. Вăл çыннăн шăн-шакки шатăртатать (трещит). Ib. Шывран час тухмасан, шăл шатăртатакан пулать. Чув. прим. о пог. 93. Тырă вырнă чух тырă пит шатăртатса типсе ĕнсе кайсассăн, çав каçах çăмăр пулать. Когда жнут хлеб, если жниво спалится и очень трещит, будет в этот же вечер дождь. Орау. Тырри ытла шатăртатса карĕ, тытма та çук (слишком высох. Говорят, когда жнут хлеб). Сред. Юм. Тыр пит шатăртатса кайнă та (типсе кайнă), тăкăнма хытланать. Ib. Ыраш шатăртата пуçланă (пит вĕрипе тăкăнма та пуçлать). || Хрустеть. Çутт. 17. Пăхать — ыраш пĕрчи хуралнă, çыртса пăхать — шатăртатать. Пухтел. Шатăртатать (хрустит, о подмерзнувшем снеге). Баран. 94. Ура айĕнче юр шатăртатса пырать. || Шуметь. Альш. Çынсем тин тапрана-тапрана тухаççĕ-ха: кăшкăраççĕ, шатăртатаççĕ, пĕр-пĕрне вăратаççĕ.

пуклак

поклак, тупой, тупоконечный. СПВВ. ПВ. Пуклак, поклак. Актай. Эрхип арăмĕ пуклак кут. (Кăвакал, вар. — çăпала). Изамб. Т. Пуклак йывăç, короткое и толстое бревно (срубленное дерево). Нюш-к. Пуклак юман, дуб с сломанной кроной. Бр. п. водку 10. Лаптак сăмса, тăхлан пуç, пуклак янах çавăн пур (у нее). N. Мĕнле ку санăн пуклак пуçлă, эсĕ ăна епле кӳртетĕн. || Широко (об отражении в зеркале). Шибач. Ак çак тĕкĕр поклак кăтартать (кĕске). || В перен. см. Якейк. Йăванăн чĕлхи поклак, çанпа вăл хĕрсене çавримасть (не умеет говорить). Ст. Чек. Пуклак чĕлхелĕ. Пуклак калаçакан çынна пуклак чĕлхелĕ теççĕ. Ib. Пуклак калаçат. Говорит не разбираясь в словах: приятных, витиеватых и неприятных, уместных и неуместных, результат невоспитанности. В. Буян. Пирĕн чĕлхе чĕкеç чĕлхи мар, пуклак чĕлхе. || Ледышок? Янтик. Пуклак — чăмăр япала, хĕлле вылямалли; урапа тапа-тапа пĕр-пĕрне лектереççĕ. || Так называют плотных и низкорослых людей. СПВВ. КЕ. Пуклак — кĕске те лутра, сарлака çынна калаççĕ. Сред. Юм. Пôклак çын — лôтра, сарлака çын. || Отмороженная (или с уродливыми пальцами) рука. Начерт. 132. См. Магн. М. || Невод (рыболовн. снасть). Золотн., Начерт. 135. Пуклак, мрежа.

кашăк

(кажы̆к), ложка. ЧП. Кашăк аври. МПП. Пыл тесе, кашăкпала хыпаймăн. Яргуньк. Кашăк лопашки, широкий конец ложки. СПВВ. Кашăк йышĕ, тот, чья ложка (т. е. хозяин ложки). КАХ. Кашăкки, его ложка. Ст. Чек. Яшка çисе пуçтарсан, кашăк юлсан, хăна килет. Сред. Юм. 'Кашăк пуç ôрлă утни'. Çĕнçол çĕрĕ витре çине пĕрер кôрка шыв яраççĕ, пĕр кашăк яраççĕ; малтан çавăркалаççĕ те, кайран пуç орлă утса яраççĕ. Кашăк ларалла ларса (= лармалла ларса, а также месерле ӳксе, навзничь), он çинче шыв полсан, качча кайсан, куççӳллипе йĕрсе пôрнмалла полат, тет; ларалла ларса, çывĕ (чит. шывĕ) пôлмасан, куйланмалла полать, тет; ӳпне выртсан, аван порнасса пĕлтерет, тет. См. çăпала. || Прозвище. Альш. Кашăк Ванькки (Ваççи).

кил-çурт

кил-çорт, дом со всеми постройками, двор; жилище. Разг. С. Мих. З6. Арахмат кил-çорт, кил-вот! Кил-вот, кил-çорт полсассăн, çапах порнăпăр, аптрамăпăр. Ib. З. Ак манăн кил-çорт («мой дом»). N. Килте-çуртра тиркĕ-çăпала шалтăртатмасăр пулмас, теççĕ. Ой-к. Пирĕншĕн каякан салтаксене тасалăх, сывлăх патăр, киле-çурта турă çавăртăр, ырă турă çырлах... (Из «чӳклеме кĕлли»). Бес. чув. 6. Уйăхран вăл авланать те, хăйĕн кил-çуртне тума тытăнать. N. Вăл сана киле-çурта çавăртăр. || Назв. овражка. Шарбаш. Кил-çорт, назв. овражка.

ăскăç

сосуд для черпанья. Сред. Юм. Ăскăç тесе, стаккан çине сăра яракан пĕчик коркана калаççĕ. И. С. Степ. Ăскăç. Изамб. Т. Ăскăç, совок. N. † Атăл варринче шур кăпăк, ăсайса илесчĕ ― ăскăç çук. Среди Волги белая пена; вычерпать бы ее, но нет черпалки. Сред. Юм. Ăскăç = 1)сăра толтаракан пĕчик корка (черен приделывается отдельно, весь ковш — из металла) е 2) çăпала (деревянная ложка, из одного куска дерева).

ăçта кайтăр

особый чувашизм. Употр. в нек. выраж. К.-Кушки. Ăçта кайтăр, пулаттăр ун пек те. Почему же не так? (почему же не быть?); бывает (случается), наверно, и так. IЬ. Ăçта кайтăр, хуйхăрат пуль çав. Что поделаешь, наверное горюет. Изамб. Т. Ăçта кайтăр (= что поделаешь), тиркĕ-çăпала шалтăртатмасăр пулмаст.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

половник

сущ.муж.
çăпала; разлить суп половником çăпалапа яшка антар

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

дуршлаг

м. дуршлаг (шăтăклă-шăтăклă çăпала).

ложка

ж. кашăк; чайная ложка чей кашăкĕ; серебряная ложка кĕмĕл кашăк; разливательная ложка çăпала; ◇ ложка дёгтя в бочке мёда погов. пыл пички çине пĕр кашăк тикĕт (ырă ĕçе, япалана пĕр усал сăмахпах пăсни çинчен); через час по чайной ложке погов. питĕ хуллен, вăраххăн, аран-аран.

поварёшка

ж. разг. çăпала.

половник

м. çăпала, хуран çăпали.

разливательный

прил. ăсмалли, асса ямалли; разливательная ложка çăпала.

черпак

м. 1. аскăч, çăпала, алтăр; 2. тех. ăскăч; черпак экскаватора экскаватор ăскăчĕ.

черпалка

ж. разг. ăскăч, çăпала, алтăр, курка.

шумовка

ж. шăтăклă çăпала (кăпăк илмелли, аш кăлармалли).

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

çăпала

аш чүмече

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

çăпала

1. «половник», «разливательная ложка»; 2. диал. «ложка»; казах. шабала «щумовка»; тур. сапылак «ковш с длинной ручкой» (Радлов IV, 407); алт., тоб. шабала «ложка, которой мешают кушанье, когда варят» (Будагов I, 659); тув. шопулак «ложка». Звукоподражательное слово.

Çавăн пекех пăхăр:

çăп-çавра çăп-çаврака çăпăх Çăпал « çăпала » çăпала конти çăпала пĕрни çăпан çăпан амăшĕ çăпан вырăнĕ

çăпала
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150