Шырав: çăпан

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

лар

26.
с деепр. др. глагола выступает в роли вспом. глагола
с общим значением завершенности действия:


анса лар —
1) опуститься, спуститься
самолет анса ларчĕ — самолет приземлился
2) спустить
машина урапи анса ларнă — скат у машины спустил

ĕнсе лар — выгореть (напр. о траве)
илсе лар — затянуться, покрыться
куçа шур илсе ларнă — глаз затянуло бельмом

кĕрсе лар —
1) зайтй к кому-л., зайти посидеть
2) застрять
пуртă каскана кĕрсе ларчĕ — топор застрял в чурбаке

курса лар —
1) сидеть и смотреть
телевизор курса лар — сидеть у телевизора
2) испытать (что-л. неприятное)
ку юсавсăр машинăпа тем курса ларăн — с этой неисправной машиной как бы беды не случилось

пĕтсе лар — кончиться, сойти на нет
пулса лар — стать кем-чем-л., превратиться в кого-что-л.
куçсăр пулса лар — стать слепым, лишиться зрения
ялтан хула пулса ларнă — село стало городом

çунса лар —
1) гореть
лампа ахалех çунса ларать — лампа горит зря
2) пригорать
пăтă çунса ларнă — каша пригорела

тухса лар —
1) выйти посидеть
пахчана тухса ларар-ха — выйдем посидим в саду
2) вскочить, появиться (напр. о нарыве)
урана çăпан тухса ларчĕ — на ноге вскочил фурункул

хăпарса лар — забраться, залезть на что-л.
шăтса лар — вырасти, пробиться (из земли)

пӳлĕ

гнойный
пӳлĕ çăпан — гнойный фурункул
пӳлĕ шатра — гнойная сыпь

тăрă

6.
кончик
головка

сăмса тăрри — кончик носа
çăпан тăрри — головка фурункула

тух

7.
прорастать, пробиваться
появляться

курăк тухать — трава прорастает
шăл тухрĕ — зуб прорезался
унăн сухал та тухман-ха — у него еще и борода не пробивается
Ыратмасăр çăпан тухмасть. — посл. Чирей без боли не выскочит.

чĕлхе


вăрăм чĕлхе — болтун
йӳплĕ чĕлхе — сплетник (букв. раздвоенный язык)
пыллă чĕлхе — подхалим, льстец (букв. медовый язык)
пар чĕлхе — сосулька
пĕчĕк чĕлхе — анат. язычок
пушмак чĕлхи — язычок ботинка
чĕлхе вĕçĕнчех — вертится на языке (о слове)
чĕлхе çинчех — вертится на языке (о слове)
чĕлхи кĕçĕтет — у него язйк чешется (сказать что-л.)
чĕлхе çаврăнмасть — язык не поворачивается (сказать что-л.)
чĕлхе çыхланать — язык заплетается, язык коснеет
чĕлхĕм хăрса лартăр! — отсохни (у меня) язык! (клятвенное выражение)
чĕлхене вĕçертсе яр — давать волю языку, распускать язык
чĕлхене чар — придержать язык
чĕлхене çырт — прикусить язык, держать язык за зубами
чĕлхепе çу — льстить, подлизываться
чĕлхи çине çăпан тухасчĕ — типун ему на язык
чĕлхи çине шĕпĕн тухасчĕ — типун ему на язык
чĕлхи уçăлчĕ — у него развязался язык
чĕлхӳне çăтса ярăн — можно проглотить язык (о вкусной пище)
вăл чĕлхине кăларса чупать — он бежит, высунув язык

шыç

2.
нарывать, нагнаиваться
воспаляться

çăпан шыçса çитрĕ — нарыв назрел

çăпан

1.
фурункул, нарыв
чирей
разг.
упне çăпан — карбункул
çăпан вырăнĕ — рубец от фурункула
çăпан палли — рубец от фурункула
çăпан тухрĕ — вскочил нарыв
çăпан шăтрĕ — нарыв прорвался
çăпанпа аптăра — страдать от фурункулов
Ыратмасăр çăпан тухмасть. — посл. Нарыв без боли не бывает.

çăпан

2.
нарост, наплыв (на дереве)


юман çăпанĕ — чернильные орешки (на листьях дуба)

ӳпне


ӳпне çăпан — карбункул

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

çăпан

чирей; çăпан шăтрĕ, тухрĕ – вскочил чирей.

189 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Санла

или санла курăкĕ, назв. растения. Рак. Санла та çăпан пекскер. Урана салма пек муклашка тухат, ăна ахаль те, пĕçерсе те çыхаççĕ.

саха

(саhа), назв. болезни лошади, мыт. Манка чирĕпе кĕрешĕр. Янах айĕнче (надо: айĕ), лашана саха пулнă пек, шыçса кайсан. Орау. Саха, болезнь молодых лошадей: янах айĕ шыçса юхать. Сред. Юм. Лашана саха пôлнă (чирленĕ). Саха — особый род болезни лошадей. СПВВ. Лашана саха пулнă (болезнь). М. В. Шевле. Лашана саха полнă. Чертаг. Саха = çăпан (у лошади). Питушк. Саха çăпан пак тохать, шăтать, пĕвĕрленет, пыра полать, ăша полать (çимасăр порăнать, начарланать). Орау. Тьыхана саха пулнă-ха та, ниепле те тӳрленмест, тем тăвас (саха янах айне, мăйне пулать). N. Хăш-хăш чухне ватă лашасем те сахапа чирлеççĕ. См. сакав.

сахал

(саhал), мало. Якейк. Нумай пĕл те, сахал калаç. С.-Устье. Унпа сахал (этого мало), эпĕ виçĕ тенкĕ хурап. Шурăм-п. Çăлта шапа çук пулсассăн, шыв лайăх мар вара: ăшă, сахалли те сахал. N. Тырă сахал тухрĕ (на веса, или с загона, или с воза — вышло меньше предложенного) N. Социалисăмла революциччен чухăн хресченсен çĕрĕ: сахалран сахал юлса пынă. Арзад. 1908,36. Микиçĕн Çитăрăннинчен 5 кăлтăрмаç сахал. || Редко. Скотолеч. 32. Çак чирпе чирленĕ сурăх чĕрĕлекен сахал. N. Çăпан сахалтан сахал туха пуçланă (чири стали появляться все реже и реже).

сур

ломить, болеть. Альш. Куç сурать, ломит глаза и режет. N. Тӳсмелле мар. Пур çĕртен те сураççĕ (болят). Орау. Шăл сурнипе аптраса пыракансем пур-и? Çутт. 26. Урине пит пысăк çăпан тухса сурнипе аптранă. Сред. Юм. Пит ыратать тессине сôрат теççĕ. НТЧ. Çавна салтса ярсанах. Ваçан хĕрĕн сурасси чарăннă, тет. Н. Байгул. Ватă çынсен шăм-шак сурсан, çанталăк пăсăлать.

сухăр

сохăр (суhы̆р, соhы̆р), смола на коре дерева, сера древесная. ЧП. Кĕтĕм çĕнĕ пӳртĕн ăшĕсене, ӳсĕрĕлтĕм сухăр шăршипе. Панклеи. † Пирн ял ачи вĕт ача, вĕтĕ те полин, вĕтрен пек, çыпăçсассăн, сохăр пак. N. Сухăр — 1) смола, 2) смолистая грязь при корне шерсти овцы. Календ. 1910. Çăпан çине çыпăçтармалли пластăра ак çапла тăваççĕ: тимĕр кашăк çине пăртак çу яраççе, пăртак сухан, сухăр, пыл хураççĕ. О сохр. здор. Вăл чир килти выльăхсенчен пулать, вăл вĕсен тирĕсенчи сухăр айĕнче тăрать. Чураль-к. Пирн ял ачи вĕт ача, вĕтĕ те пулсан, вĕтрен пек, çыпăçсассăн сухăр пек; çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ. ЧП. Сан тутара (в губах) сухăр çук, ман тутара вĕтрен çук. || Канифоль (прежде канифолили смолою). КС. Сухăр сĕрес, канифолить. Альш. Купăççă купăсне ĕнерет-тăвать те, сухăр сĕрет те, „хĕр йĕрри йĕртет“. || Сера в ушах. Пшкрт. Орау. Сухар; хăлха сухăрĕ, сера. || Сера в шерсти овцы. Оesypum. Яргуньк. Сорăх çăньсем касрăн-и? — Касман, сохăр(ĕ)сем (сохы̆рзэм) хăпарман-ха. N. Сурăх çăмин тĕпĕнче сухăр пулать. || Прозвище одного мужч. Сред. Юм.

çӳре

(сӳрэ), ходить, ездить, двигаться. Н. Сунар. Кинĕ ларать, хунямăшĕ çӳрет. (Алăкпа алăк янаххи). Кн. для чт. 6. Урисем унăн çӳремен, куçĕсем курман, хăлхисем илтмен, шăлĕсем пулман. Регули 767. Эсĕр сарлакарах тăвăр, орапапа çӳремелле полтăр. Ib. 609. Эп çӳремелли тояна çохатрăм. Ib. 161. Çавăнта çӳренипе (çӳренипеле) ăвăнтăм. Вомбу-к. Çӳрекен çӳрме тупнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Çӳрен каска якалнă, выртан каска мăкланнă. (Послов.). Ib. Çавăнпа çӳренĕçĕм иксĕмĕр таппа хирĕç полтăмăр. Мы с ним ходили, ходили — встретились... Ib. Çӳренипе пуяс полсан, такçанах пуймалла та эпир, ни пуйни çок, ни чысти çôка ерниех çок. Если судить по нашим трудам, занятиям, хождениям на заработки, давно бы мы разбогатели... ТММ. Хĕр шырама çӳрекен çыннăн картишĕнчи пус валашкине ӳпĕнтерсе хурсан, хĕр час тупаймаст, тет. К.-Кушки. Пасара çӳретне эс? Ходишь-ли ты на базар? N. Çӳрекене шăмă тупăнат. Кан. Çӳресен-çӳресен „Хозсельсклад“ тенĕ лапкана пырса кĕтĕм. N. Хула тăрăх хутпа çӳретĕп. Разношу по городу бумажки. Орау. Асăрханарах çӳрĕр, ачамсем! Будьте осторожнее. АПП. † Ылттăн турпас çуттипе Аçтăрхана çӳрерĕм. Альш. Уттари, чуптари (уттарар-и, чуптарар-и?) çӳремешкĕн пирĕн кӳлнĕ утсем начар мар. Регули 41. Манăн утсам килте пор çӳремеллисем. Ib. 40. Кусам çӳремелли утсам; ку утсам çӳремеллисем. || ТХКА 85. Пысăк кĕтĕве йышсăр кĕтме хĕн. Çавăнпа хампа пĕрле кĕтĕве çӳреме икĕ тутар ачи, икĕ чăваш ачи тытнăччĕ эпĕ. || Приходить (куда). Орау. Эп ăна 8 сахатра килме (çӳреме) хушнăччĕ. N. Мĕн тума çӳретĕн! Ск. и пред. чув. 6. Çĕрле çӳрес хăнам çук, утах хăвăн çулупа! || Плавать. Чураль-к. Сакайĕнче çар иртĕ. (Хĕлле пулă çӳрени). || Вести (общественную работу). Ала 89. Халăх çинче çӳрекен çын. || Ходить (о болезни). Çутт. 85. Чир çӳренĕ вăхăтра чĕрĕ шыв ан ĕçĕр. || Ходить (в картах). Изамб. Т. Санăн çӳремелле. || Обходить дома (с визитом). Альш. Тепĕр кунĕ кунĕпе хăнасем каяççĕ „çӳреме“. N. Пĕтĕм яла çӳресе пĕтерсен. || Гулять, прогуливаться. К.-Кушки. Эпĕ паян аслă улăха çӳреме кайрăм. || Гулять (кутить). Чăв. й. пур. ЗЗ. Тата пĕр вăхăтра салтака каймалла ачасем ялта çӳренĕ чух, çав Прухха пĕр ачанăн пилĕк тенкĕ укçине ĕçсе пĕтернĕ. || Ходить с намерением, хотеть, желать, стараться, норовить. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм тата упăшкине вĕлересшĕн çӳрет, тет. Рак. Кăчунехи ывăл-хĕр хăй пуç пулма çӳре-çке (= çӳрет-çке). Юрк. Эсĕ кĕнеке кăларнине илтсенех, эпĕ темĕн тĕрлĕ савăнсаттăм, пĕр вăхăтра темĕн пек туянма çӳресе те ниепле те туянаймарăм. Трхбл. † Ĕнтĕ ир те пĕччен, каç та пĕччен, чунăм пĕччен выртма çӳремест. (Солд. п.), С. Тим. Туттăр парса вырнаçсан, хăй те пыма çӳрет-çке (девушка. Пыма çӳрет — хочет итти, илме çӳрет — хочет взять или купить). N. Çакăскер мана вĕтес тесе çӳрет-ха та, темĕн, пултарайĕ-ши! Яргуньк. Мăн хурчка пулса хур акăшĕнчен çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет; хăпарсан, çав хур акăшне тапасшăн çӳрет, тет. Хурамал. Çав çынсене шуйттан пит вăрçтарасшăн çӳрет, тет. В. С. Разум. КЧП. Вăл çынна усал тăвасшăн анчаж çӳрет. Кĕвĕсем. Аппа ука тĕртет-çке, çутă пулма çӳрет-çке. С. Тим. † Кӳршĕ хĕрĕ кӳрнеклĕ (полная и с красивыми формами тела), туттăр пама çӳрет-çке. || Находиться, пребывать (о предмете, переходящем с места на место). Н. Седяк. † Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç, арçын аллинче çӳрет. О сохр. здор. Кайран пĕри сивĕрен пăсăлса чирлесе каять, тепĕри сывах çӳрет. Чеб. † Анне ывăлĕ пуличчен, хĕреслĕ тенкĕ пулас та, анне умĕнче (на груди) çӳрес-мĕн. ЙФН. † Атти ывăлĕ пулаччен, кĕмĕл çĕрĕ пулас-мĕн, ырă хĕр аллинче çӳрес-мĕн. Перев. Çак асаннен лăпкă каласа панă сăмахсем яланах ман асра çӳретчĕç. N. Рента (аренда) укси пит пысăк пулсан, çĕр-хакĕ те çӳлте çӳрет. N. † Порçăн тотăр полăттăм, хĕр поçĕнче çӳрĕттĕм; йолимарăм, çӳримарăм. Кан. Куç хĕррисем нихăçан та типĕ çӳремеççĕ. Ib. Хăш çынăн куçĕсем хĕп-хĕрлех çӳреççĕ. Ядр. † Ати çури пуличчен, ылтăм шăрçа пулас-мĕн, ыр çын хĕр мыйĕнче çӳрес-мĕн. N. Ывăлăмăра мĕншĕн ятăн эсĕ? Вăл хамăр куç умĕнче çӳренĕ чух мĕн пур шанчăкăм çавăччĕ. N. Темĕскер кăшăлĕ вăл, тахçанах кунта çӳрет (валяется, находится здесь). || Находиться в каком-либо положении. N. Мĕскĕн телейсĕр чун йытă тырĕнче çӳрет. N. Пит-куç савăнăçлă çурет. || Бывать. К.-Кушки. Иван патне çӳретне эс? Бываешь-ли ты у Ивана? Ст. Чек. Нумай ахутара çӳренĕ те, кун пек япалана курманччĕ. || Жить. Юрк. Хам пĕр майлă çӳретĕп халĕ. Живу потихоньку. Изамб. Т. Пит çӳрейместпĕр. Ман çак ачана темĕскер пулнă. Не очень-то хорошо живем. Не знаю, что случилось у меня с этим ребенком. Н. Карм. † Шухăшламан чухне, тăван, çӳретĕп, шухăшласан чĕлхем çыхланать. Ib. † Çӳренĕ чух эпир çӳрерĕмĕр, сăртран сăрта юртакан пăлан пек. || Употребляться. Юрк. Пашалу вăл кирек хăçан та çиме çăкăр вырăнне çӳрет. || Заниматься (чем). N. Сутупа çӳресе. || Лезть. N. Ан çухăр! Тухса кай кунтан! Эсĕ — нимĕн пĕлмен çĕр хурчĕ; çапах манпа калаçма çӳрен тата. || Одеваться, наряжаться. N. Çӳрессе те таса çӳреççĕ, вырăсла та пĕлеççĕ. || Хлопотать. Ск. и пред. чув. 43. Прошени те çырнă, хатĕр ĕнтĕ, çӳремелли çынсене те суйланă. N. Шкула хăвăр çӳресе уçăр. N. Вутта илме ĕç пĕлекене суйлас пулать, çӳрес пулать, атто ак нумайăшĕ хутмалли çуккипе аптраççĕ, тет. || Иметь общение, связываться. Изамб. Т. Ӳлмĕрен ул Микуç (Николай) ачисемпе ан çӳре. Вĕсем ахалех хăна хĕнеттерсе пĕтерĕç. Халапсем. Вăрапа вăрă çӳрет, лайăх çынпа лайăх çын çӳрет. || Иногда не переводится. Баран. 131. Çакăн пек (такие) чулсем пит хакла çӳреççĕ. || Употребл. в качестве вспомог. гл. ЧС. Эпир ун чухне пурте хуйхăрса çӳреттĕмĕр. N. Илсе çӳре возить (напр. людей, турттар в этом см. не употр.). Çав çулне, тухтăрсене исе çӳренĕ чухне, эпĕ нумай укçа тупрăм. ЧС. Çынсем, ĕçсе ӳсĕрлсен, таçта выртса ан çӳреччĕр, тесе пăхмашкăн, касак пекки суйласа хураççĕ. (Сĕрен). Юрк. Çавăн пек епле эрехсемпе шалта сут тунине пăхса çӳрекен улпучĕ авалхи пĕр хупаха сасартăк пырса кĕрет те, астăва пуçлат. Ib. Кĕсем патне кайса-туса çӳреместĕп. N. Унтан темскер шăрши кĕрсе çӳрет. N. Хăна ху нуша шыраса çӳретĕн. N. Сĕрем иртернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Ала 69. † Пиртен Шурă Атăлсем, ай, инçех мар, куллен каçса çӳрес çĕртех мар. Сред. Юм. Ташланă чôхне йохайса çӳрет (очень хорошо пляшет). Трень-к. Манăн виçĕ кон хошши (около З дней) поç (шăл, мăй, пилĕк) ыратса çӳрет (болела). Однако скажут: манăн виçĕ кон хошши çăпан ыратса тăчĕ. ТХКА 129. Тияккăнĕ-мытарник пасар-пасар сайранах кĕсре лаша улштарса улшуç пулса, çӳресскер. Вино-яд. Санăн сăмсу та хĕрелсе çӳремесчĕ. N. Лашасене илме Т. кайса çӳрет. За дошадьми (чтобы их накупать) ездить в Т. ЧС. Манăн ура нумайчченех шыçса çӳремерĕ (не долго пухла), часах тӳрленчĕ. Скотолеч. ЗЗ. Улттăмĕш кунне хăмписем тулса çитеççĕ те, тата З—4 кун хушши тӳрленсе çӳреççĕ. N. Çалтак кайсан, çӳрени анчах полчĕ. Кан. Хырăм вăхăчĕ-вăхăчĕпе çех мар, яланах ыратса çӳреме пуçлать. В. С. Разум. КЧП. Эпир пĕр хуларан тепĕр хулана куçа-куçа çӳрерĕмĕр. Ib. Çынсем пасарта япаласене пăха-пăха çӳреççĕ. N. Халь эсĕр пирĕн пата кайса çӳретри? Хамăр маткасам сирĕн пата пырса çӳреççи? См. Оп. иссл. чув. синт. II, 49.

çăл

(с’ŏл, сы̆л), ключ, родник. N. Çăл тухать, пробивается родник (в реке). ГТТ. Çăл тухнă. Ib. Çăл типнĕ. Актай. Çăл пур тăвайккинче икĕ кăвакал ларат. (Хĕр чĕччи). Сятра: с’ŏлдан шу э̆снэ̆ чона валдан коры̆к чэ̆бэ̆тсэ татса п̚ы̆раҕаччы̆, шу озалы̆ сын ы̆шна кэ̆рэсрэн. ЧС. Вăл çăл пит хаяр, çавăнпа вăл упăшку суха тунă чух çавăнтан шыв ĕçнĕ те, тата шĕлепе (шĕлепкепе?) ана çине юлташсам валли ăсса кайнă, çăл ăна тытнă, халĕ ĕнтĕ ăна çăл чӳклемесен ямаст, чӳклемесен упăшку та вилĕ, тенĕ. Ал. цв. 9. Шыв çăлран тӳрех кĕленче чашăк çине юхса кĕрет. Бес. чув. З. Вăл çырма çула çăл пек кăна юхса выртнă, çуркунне темĕн тĕрлĕ хытă, çырма хĕррисене ише-ише юхса пынă. || Колодец. Изванк. Çăлĕ çине пăхсан, çара çăмарта анчах куратăн, пит йĕрĕнчĕклĕ. Çав çăмартасене, е ĕслĕк ерсен, е кĕсен-çăпан тухсан: çав çăл тытрĕ пулĕ, тесе, кайса яраççĕ. Ib. Чăх ашне пĕçерме çав çăлтан (т. е. Яшутка çăлĕнчен) шыв ăснă чухне: эпир шыв ăснăшăн ан çилен, тесе, пĕр çăмарта ячĕ. (Поминки). Ачач 2З. Анне, кала-ха: эпĕ ăçтан çурăлнă? тесе ыйтсан, амăшĕ çапла тыттарнă ăна.— Сана çăлран туртса кăларнă, тет. Орау. Мĕн пур çăла вĕлерекен амаль ярса тултарнă, тит. Она отравила все колодцы.

çăпан

(с’ŏбан, сы̆бан), чирей. Пшкрт: с’ы̆βан, чирей. Янш.-Норв. Вăл вăхăтра пирĕн пиччене питĕ пысăк çăпан тухнăччĕ, çав çăпанпа вăл каçхине яланах йăнăшса выртатьчĕ. Н. Седяк. Мунча лавкки çинче пăсарсан, çăпан тухать, теççĕ. (Средство от него — шăши тирĕ çыпăçтараççĕ). Бугульм. Куçăм тулли кăна ăйхăм килет, таянам-и, тантăш, сан çине? Таянтарăн-и, тантăш, таянтармăн-и? Таянтармасан, йĕкĕр çăпан тухтăр пĕççĕне. || Дубовые орехи. ЧП. Юман çăпанĕ (вăрман омми пек). N. Йоман çăпанĕ (вăрман омли пек полать). || Нарост на дереве. Хурамал. Йывăç çăпанĕ тесе хулă çинче пулнă муклашкана калаççĕ. || Заплатка. Орау. Шăлавар çине çăпан кăлара-кăлара лартам (заплаты на брюках сзади).

çăпан вырăнĕ

рубец от бывшего чирья. Орау. Унăн сулахай куç-харшинче çăпан вырăнĕ пур. На левой брови у нее рубец от бывшего чирья.

çăпан парĕ

воспаление соответствующей железы при появлении чирья. Тюрл. Çăпан парĕ халха чиккине тухать.

çăпан-шăтан

чирья и нарывы. Янш.-Норв. Манăн кил-йышне çăпан-шăтан таврашĕ ан кăлар. (Моленье „тӳркĕлли“).

талăр

(талы̆р), изменяться в лице, краснеть (от гнева). МПП. Çиленсе талăрса кайнă. Талăрса çитсен, юн тухать („жаркая ссора проливает кровь“). СПВВ. Талăрать (тилĕрет), разъяряется. Сред. Юм. Пит çиленсе çӳрекен çынна: талăрса çӳрет, теççĕ. Ib. Талăрса, (или: таларса çӳрет) —çиленнипе хĕрелсе кăвакарса çӳрет. Ib. Çиленнипе пĕтĕмпе талăрса тăрать. || О покраснении чирья. Сред. Юм. Талăрса тăрать тесе çăпан таврашĕнче хĕрелсе тăрсан калаççĕ. Ib. Талăрса вăрçать тесе пит хĕрелсе кайса вăрçсан калаççĕ.

тапса тох

появиться во множестве. N. Таçтан тапса тохрĕ. Откуда-то явились во множестве (орутi, т. е. пушки и т. п.). Упнер. Тапса тухнă (появились во множестве, тараканы). Сред. Юм. Орпа çине хĕрлĕ чечек тапса тохнă (в большом количестве выросли красные цветы). Хорачка. Пахчара ус тапса тохнă. Тайба Б. † Çине витмен мунчана тапнă тухнă вĕт мăян (выросла во множестве). Икково. Сĕлĕшне похра тапса тохнă. О сохр. здор. Çан-çурăмне хĕрлĕ шатра (красная сыпь) тапса тухать. N. Онăн омлисене татса çисассăн, тота-çăвара кĕсен тапса тохать. || Появиться неожиданно, вдруг. N. † Эпĕр пырас çул çине тапайса тухнă пĕр тулă (взошла пшеница). Мусир. † Вырăсла хапха тăпсине тапнă-тухнă пĕр курăк. (Тапрĕ-тухрĕ — обозначает скорость появления, человек не заметил, когда появились они). N. † Тапнă-тухнă сарă чечек. N. Шăрш тапса тохрĕ. N. Тусан тапса тухрĕ. Сразу поднялась сильная пыль. Çутт. 116. Çил кĕрлесе тапса тухнă. || Пробиваться (о растительности). Богдашк. Çав анат-кас ачисене тапнă тухнă мăк-сухал. || Просочиться. Сред. Юм. Ман кĕççĕр çăпан шăтнă та, кĕпе витĕр (сквозь рубаху) тапса тухнă.

тилçе

назв. болезни. Изамб. Т. Лашана тилçе пулсан, хăлхи шăтăкне тăвар яраççĕ, тет. СПВВ. ТМ. Тилçе – çăпан ячĕ. Ӳте пĕтĕмпе кăрчанкă сырса илсен: тилçе сырса илнĕ, теççĕ. Тилçе тесе усал йĕрĕхе те калаççĕ. || Назв. злого духа. Ст. Ганьк. Тилçерен, усалтан, усал сывлăшран. || Бранное обзывание. („Чудовище, существо все разрушающее. Теперь оно уже многими забыто и употребл. только грубыми людьми“). Хорн.-Шигали.

тӳлеме

назв. болезни, опухоль желез на шее. СПВВ. А. Турх. Тӳлеме, продолговатый чирей у людей, лечат ,,тӳлеме тымарĕпе“. О сохр. здор. Тӳлеме, „золотуха“. И. С. Степ. Тӳлеме, болезнь (нарыв). СПВВ. ПВ. Тӳлеме, род чирьев. Ст. Чек. Тӳлеме — чир, вилĕмли; çийĕнче вĕртсен каят, теççĕ; выльăх тирĕ çумĕнче пулат: унпа çынсем нумайĕшĕ вилеççĕ (сибирская язва). Рак. Тӳлеме = ӳпне çăпан.

тӳлеме курăкĕ

назв. растения. Рак. Тӳлеме курăкĕ; çăпан тухсан, саккăрлă, тăххăрлă сăваççĕ. Рак., Кайсар. Тӳлеме тухсан (çăпан тухсан), çак курăкпа саккăрлă-тăххăрлă сăваççĕ (см. чикенек). а) Пĕр тӳлеме сăватăп, икĕ тӳлеме сăватăп, виçĕ тӳлеме сăватăп, тăватă тӳлеме сăватăп, пилĕк тӳлеме сăватăп, ултă тӳлеме сăватăп... сакăр тӳлеме сăватăп, тăхăр тӳлеме сăватăп, тăххăрăшĕ тăхăр çĕрелле саланса кайччăр. б) Пĕр тӳлеме сăватăп, 2 тӳлеме сăватăп, З тӳлеме сăватăп, 4 тӳлеме саватăп, 5 тӳлеме сăватăп, 6 тӳлеме сăватăп, 7 тӳлеме сăватăп; çиччĕшĕ те çичĕ çĕрелле саланса кайччăр. в) Пĕр тӳлеме сăватăп, икĕ тӳлеме сăватăп, виçĕ тӳлеме сăватăп, тăватă тӳлеме сăватăп, пилĕк тӳлеме сăватăп; пилĕкĕшĕ пилĕк çĕрелле саланса кайччăр. г) Пĕр тӳлеме сăватăп, 2 тӳлеме сăватăп, З тӳлеме сăватăп, виççĕшĕ виçĕ çĕрелле кайччăр. д) Пĕр тӳлеме сăватăп, тьфу (плюёт), пĕр пĕрлĕхсĕр пултăр, шăттăр, пĕттĕр. Çăпанĕ тăрăсăр, ӳпне çăпан, тӳлеме çырли тĕслĕ пулать.

тӳре

первоначально — предмет посвящения, потом — назв. духа. Юрк. Пĕр лаçăра шурă сурпан çакăнса тăрат. Унта укçа хутаççи çакнă, çавна тӳре теççĕ. Çав тӳре хутаççине пĕр чӳк хыçĕнчен килĕшпе выльăх-чĕрлĕхшĕн: сывлăх пар, тесе, укçа хумасан, тытат, теççĕ. Кĕсен-çăпан, юханлă чир çулăхат, теççĕ. Çавăнпала ăна кĕркунне, кĕрхи сăра иртсессĕн, пĕр çур яла яхăн пулĕ, укçа пырса хураççĕ. Ĕлĕк вăл хутаçра укçа пулсассăн, вĕсем ăна пĕтĕм ăратнипе пĕр çĕре пуçтарăнса çав укçапа пыл илсе йӳçĕтсе, çавна аçăнса темĕн чухлĕ юсман, вĕт йăвача пĕçерсе, каçхĕне çавна асăнса, чӳк туса çĕрле çĕр хута ĕçнĕ, теççĕ. Халĕ ĕнтĕ эпĕ астăвасса вăл хутаççа укçа нихăçан та тулман. Кам унтан хăраманни, çын курман чухне кĕрсе, эрех ĕçме илсе тухаççĕ, е ачасем выляма илсе каяççĕ. Пирĕн асатте, çунсан та, çав тӳрене пăрахман. Унăн укçисене йĕре-йĕре пухса каллех пĕр кĕлете хунă. Çавăн чухне вĕсем шухăшланă: салтакран çав тӳре çавăрса килчĕ, халĕ те çурт тума пулăшĕ, тенĕ. Çавăнпала ăна ун чухне вĕсем пĕтĕм ăратнипеле пуçтарса пĕр аван, икĕ хутлă (алçилĕ) кĕлет туса, çав кĕлете сурпанпа укçа хутаççине çакса хунă. Çав хутаççа укçине хунă. Пурăнсан-пурăнсан, импичче салтакран килсен, пирĕн аттесем вăл кĕлетрен сурпанпа укçа хутаççине урăх начар çăнăх лаççине çакса хунă. Халь те çав лаçра çакăнса тăрат.

тӳркĕлли

назв. духа. См. тӳркӳлли. Орау. Тӳркĕлли, эсĕ те пулин вырăнта лара пулин пар. (Отрывок из неизвестной молитвы). Ib. Пĕр-пĕр хĕр хăй пĕчĕк чухне пуканесем тăвать; çав пуканесене качча кайнă çĕре илсе каять. Унтан вара вăл пуканесене юратнă хĕрĕсене парса янă, çавсемпе пĕрле йĕрĕх кайнă. Çав пуканесем çĕмĕрĕлмесĕр çичĕ сыпăка çитсессĕн, тӳркĕлли пулнă вара (от тӳрĕ — пĕлет йăнăшне, тӳррине, айăплине). Ib. Пĕр пуканене пĕр пăсмасăр çичĕ сыпăка çитиччен хĕртен хĕре парса ярсан, тӳркĕлли пулать (йĕрĕх). N. Тӳркĕлли, неумолимый злой дух (упрямый), которому в старину чуваши приносили в жертву гусей, уток и жеребят. Куклы, изображавшие зтого духа, помещались в кузовках, повешенных в лачугах чувашских жрецов-йомзей. Девица, выходя из такого дома замуж, непременно должна была, из опасения прогневить злого духа, взять для умножения его семьи одну из кукол. Впрочем, женихи избегали таких невест, даже богатых. Собр. Тӳркĕлли — ватă тутар, тет; вăл вара пĕр-пĕр çын кĕлетне кĕрет, тет те, ниепле те тухмасть, тет. Пирвай тӳркĕлли хуçасене пĕлмешкĕн тĕлĕкре ватă тутаррăн курăнса, хăй пурăнакан кĕлетне кĕрсе кайнă пек курăнать, тет. Унтан вара пирвай ашшĕне е çăпан (кăларать), е шыçтарать, тет; унтан ывăлĕсенĕн пуçĕсене кĕсен кăларать, тет. Вара ăна хуçи кăвакал илсе пăтăпа чӳклет, тет те, тин тӳрленет, тет. Çапла вара, пĕрре чӳк туса çырлахтарсан, хуçине пĕрре те тытмасть, тет. Тăрсан тăрсан, вара кӳршисене тыта пуçлать, тет. Хуçи вара: çав тытать, тесе, каласа ярать, тет те, кĕлете чĕрес çакса ярать. тет. Кӳршисем вара унта укçа кайса яраççĕ, тет. Укçи нумай пухăнсан, хуçи çав укçана пуçтарса каллах пасартан кулаç илсе чӳкĕ тăвать, тет. Хуçи тӳркĕллине çилентерсен, урине шыçтарса, вара виличченех тӳрлентермест, тет. М. Васильев. Тӳркĕлли был вроде (подобен) киремет хаярĕ (4 разр.). N. Тӳркĕллине тӳрлетме тьыха тытса пусмалла, терĕ. Тогаево. Тăта пирĕн ялта тӳркĕлли полнă, тет. Ăна вара е кăвакал, е хор, е тин çорăлнă путек пусса панă, тет. Çав тӳркĕлли çорçĕр çитсен вара тенкĕсем çакса ярса, шăнкăрт! шăнкăрт! шăнкăртаттарса орам тăрăшпе анчах çӳренĕ, тет. Халь çав тӳркĕлли çок, мĕншĕн тесен ăна халь никам та пăхмаç. Вăл тӳркĕлли, как хăйне пăхма пăрахсанах, кайран вара орам тăрăшпе макăрса çӳренĕ, тет, вара кайран просутăва (?) качча кайнă, теççĕ. ЧП. Тӳркĕллие тӳрлет (умилостивь). Янш.-Норв. Вĕсем хăш-хăш килкартинчи кĕлетсенче тӳркĕлли пур, тесе ĕненеççĕ. Çав тӳркĕлли çынна çăпан кăларать те, куçа пăсать, теççĕ; унтан ытла вăл çынна ниепле сиен те тăвамасть, теççĕ. Çăпанпа куçа тӳрлетес тесен, вĕсем юмăç патне каяççĕ те, юмăç каласа янă тăрăх тӳркĕлли кĕлечĕ умне е укçа кайса пăрахаççĕ, е нимĕрпе кайса чӳклеççĕ. Çапла тусан вара, тӳрленет, теççĕ. Кĕлетре тӳркĕлли пуррине вĕсем тĕлĕкре курса пĕлеççĕ. Ib. Пирĕн тӳркĕллине кĕлетре пурăнат, теççĕ. Йӳç. такăнт. 24. Есрел! Кив тӳркĕлли! Вилнĕ!

тăр

(ты̆р, тŏр), вставать; стоять. N. Икĕ ура çине тăрса ӳкерттер. Çутт. 70. Икĕ ура тăрне тăрса йĕри-тавра пăхкалать. N. Хăвăр аппусампа портăпа тăрса вăрçнă. N. Чĕнмесĕр тăрать-тăрать те, мĕн те пулсан каласа хурать (вдруг скажет о том, что уже было). Могонин. Çавăн пек йĕрĕх те çынна тытать; йĕрĕх тĕлне тăрсан, е таптасан, е сурсан, вăл вара çав çынна кĕсен-çăпан чирĕпе асаплантарать. Чуратч. Ц. Вăл хапха патне тăчĕ те, каçчен те ниçта та каймарĕ, çантах тăчĕ. Якейк. Ĕçлен, мана кориччен, чăмăртанса выртнăччĕ; мана корсан, тăрса шăтăкне тарса кĕч. || Вставать с постели. N. Пуринчен иртерех тăратăп. Мы встаем с постели раньше всех. N. Вăл халь те çывăрса тăман. Орау. Эсир тăнă-и? Эсир тăтăр-и? Вы встали? Ib. Эсĕ тăнă иккен. Ты, оказывается, встал. Ib. Эс тăним? Разве ты встал уже? Оринино. Çывăрса тăрчĕ, кайса тăрчĕ. Орау. Хăна тăн(ă)-и? Встал ли гость? Регули З57. Эп килнĕ чох вăлсам порте тăнăччĕ. || Стоять (напр., о войске). N. Кайра тăратпăр. Мы стоим в тылу. || Задерживаться; воздерживаться. Шибач. † Лайăх арăм илес терĕм, хак хаклă. Хак хаклăшăн тăрмастăм(ччĕ), яшкĕрĕмрен хăрарăм. Б. Олг. Виç тенкĕшĕн ан тăр. Не спорь из-за трех рублей, не стой, не задерживай. Кореньков. Трапхим пуçĕ ĕçленĕ саплăкшăнах пит тăман (произн. тăмон), толькă онăн сăкмонĕ пиншак майлă чут полман. Яргейк. † Чемей çулĕ лакăмлă, çул усалтан тăрмастпăр, хĕр лайăхшăн тăрмастпăр; Чемей хĕрĕ пур çинче эпир арăмсăр пурăнас çук. N. Килте хĕрсем: питĕ мар-и(?) мĕн çамрăк, тесе, тармасчĕ полмала. || Стоять за кого (за что), заступаться, защищать. КС. Сутра маншăн пит хытă тăчĕ (заступался, защищал). || Происходить. N. Халĕ конта вăрçă выйлах тăрмаç. N. Вăрçă халĕ вуйлах тăрмаст. || Находиться где-либо; находиться в известном состоянии. N. Пĕр эрнерен ачанăн акăшĕ хăмăшлăха кайса пăхат та, шăмăсем çапла тăнинех курат. N. Унта кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларнă (или: тăнă). N. Эпĕр вăрçăра ик уйăх тăтăмăр. Альш. Çуркунне шыв тăрат, çула та типмес (в болоте). Бес. чув. 14. Халĕ вăл вырăнта пĕр лачака анчах тăрать. N. Вăрçи-вăрçми тăратпăр. N. Вăл унта яланах пĕр пек, пĕр чарăнмасăр тăрать (холера). Календ. 1906. Унта ир пулнă чухне пирĕн çĕрле тăрать. О сохр. здор. Вара шыв тăми пулса курăксем çĕрмен те, тин сивĕ чир пĕтнĕ. Бугульм. † Хранцусски тутăр виç панулми, эрне тăчĕ арчара. Н. Карм. † Сĕтел çинче тăракан, ай, хăпарту, пăрирен мар-ĕçке, тулăран. Регули 20. Ĕçлемесĕр виç кон тăрать çак кĕпе. || Висеть (о кнуте). || Храниться. N. Клетре тырсем мĕле тăраççĕ? О сохр. здор. Кĕççе (войлок) таса тăтăр тесе, ăна пиртен çĕленĕ пит тăхăнтарас пулать. || Сидеть (об одежде, белье). Якейк. Ман кĕпе лайăх тăрать-и, пăх-ха. || Служить, находиться, состоять в должности. Альш. Вĕсем пĕр çул кăна тăнă. Бес. чув. 4. Малтан вăрман улпучĕ патĕнче виçĕ çул тăрса ирттернĕ. N. Хăшĕ халĕ вĕрентекен пулса тăраççĕ, хăшĕ тата урăх ĕçре тăраççĕ. N. Чиркӳ старастинче тăрасси темĕнех мар. || Быть в ожидании чего-либо. Тюрл. Пирĕн атте аппăшин хĕрне çураçнăччĕ те, туй тăвасшăн тăратьчĕç. || Держаться (в памяти). N. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, нуммай чĕркĕр çинче вылятрăр, халь те тăрат чĕре варринче. || Находиться в чем. ЧП. Мĕн пур кил ун пуçĕнче тăрат. N. Çав кӳкĕрт шăршипе пӳрт ăш-чиккинчи пĕрене çурăксенче тăракан чирсем пĕтеççĕ. || Стоить. N. Унта кайма тенкĕ тăрать. N. Вĕсен пĕр тумтирĕ те хăшшĕн пирĕн çурт хакне тăракан пур. N. Сирĕнпе пĕр сехет курса калаçни пĕр ĕмĕре тăратьчĕ. N. Эсĕ çăкăрăн пĕр пĕрчине тăмастăн, вĕт, теççĕ. N. Укçа пĕр тенки пĕр пуса тăман вăхăт килĕ. N. Пĕр-икĕ сăмах çырсан та, çĕр сăмаха тăрать. N. Ку япала нимĕне те тăмас (ничего не стоит). N. Мĕн чухлĕ тăрат? Перев. Мансăр пуçне эсир ниме те тăмастăр. Регули 104. Çав кĕпе ĕçлесси те пĕр сом тăрать. Ib. 133. Çав кĕпе ĕçлеме пĕр сом тăрать. Хурамал. Кунта этем ячĕ мĕн пурĕ иккĕ, а эсир виççĕн, виçĕ этем те манăн пĕр чурама тăмаç, тет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 11. Анчах шыраса вăхăт ирттерме тăрать-и? — Тăмасть. N. Эсир пурсăр та нимĕне тăмастăр. Чинер. Манăн 25 тенкĕ укçа 25 пуса та тамарĕ пулас (не оценили посылки). N. Мана кĕнеке вуласси те мĕн тăрать (= паха). Юрк. Старасти те ăна хирĕç, аллипе умĕнчи çуртисем çине тăсса кăтартса: кăсем акă икшер пус тăраççĕ, кăсем виçшер пус, кăсем пилĕкшер пус, аккусем тата, шултăрараххисем, вуншар пус тăраççĕ, тесе каласа парат. N. Хамăр ăслă, ыттисенчен кая пулмасан, çын мăшкăланни мĕне тăрать вăл? N. Нумаях та пулмаст, вăл 50 миллион кивсен илчĕ. Анчах вăл укçа нимĕн те тăмаст: 2З кĕпĕрне çыннине выçă вилесрен хăтарас тесен, темиçе миллион тенкĕ кирлĕ. ТХКА 48. Пирĕн лаши виççĕ, хăлхи улттă, хӳри виççĕ, виç лаша чунĕ пулин те, пĕр лайăх лашана тăмаççĕ вĕсем, тесе пуплетчĕ пирĕн атте. || Стоять в цене. Кан. Тыр-пул, апат-çимĕç хаксем çапла тăчĕç. || Стоять твердо, настаивать. N. Вăл туртма пăрахас тесен те, час пăрахаймасть. Хăй сăмахĕ çине тăракан çын анчах пăрахма пултарать. N. Эппин сăмахăр çине тăма тăрăшăр (держите слово). || Стоять (о погоде. Здесь „тăр“ иногда не переводится). N. Кун сивĕ тăрат. День холодный. N. Кунсем пĕр май сивĕ тăраççĕ. N. Çанталăк мĕнле тăрат? Какова погода? Якейк. Ай, халь авăн илме çанталăк уяр тăрать (ясная погода). Букв. 1908. Çанталăк ăшă тăнă. Толст. Çĕр çинче çанталăк пур тĕлте те пĕр пек тăмасть (не везде одинаковая погода). || Продолжаться. Панклеи. Тĕтре тăрчĕ (продолжался) тăватă кун. Кан. Çĕр чĕтрени 30 çекунлă тăнине пĕлетпĕр. Ib. Выставккă сентябĕрĕн 29-мĕшĕнче уçăлса октябĕрĕн 1-мĕшĕччен тăрать. Толст. Вăл вырăнта çу виçĕ уйăх анчах пулать, ытти вăхăтра пĕр маях хĕл тăрать. || Держаться на чем. Орау. Пӳрт çийĕ юпасам çинче тăрать те, пит начар, кĕç-вĕç ӳкес пек туйăнать. Крыша держится на столбах плохо. || Удержаться. Бгтр. Пылчăкĕ тăмарĕ, тет те, шыв киле çитиччен пĕтĕмпех юхса тухрĕ, тет. Грязь не удержалась (в решете), и вся вода вытекла. ЙФН. † Ырă çурт çинче юр выртмасть, пирĕн пуç çинче çӳç тăмасть. (Салтак юрри). N. Хăвăнта тăман сăмах çынта тăмасть. (Послов.). Якейк. Эпĕр туйя кайнă чох хĕр аллинче çĕрĕ тăмаçть (т. е. на время отдают парням ехать на свадьбу). || Приниматься, начинать. Скотолеч. 17. Анчах пĕрре сĕрме тăрсанах, пĕтĕм лашана сĕрме юрамасть (нельзя в один прием, сразу протирать всю лошадь). N. Килте хут пĕлекен те çук; писме çыртарма тăрсан та, виçĕ-тăватă киле çитес пулать. N. Письмо çырма тăрсан та, темиçе начальник чĕнеççĕ (зовут, т. е. не дают покоя): Гурянăв та Гурянăв, тесе. N. Çам пек çырма лараччин, çырмали питĕ нăмай пекчĕ, çырма тăрсан.. пурне те манса пĕтрăм. Ачач 25. Кунĕ уяр, ăшă. Хĕвел пăхать Тумла юхма тăрасшăн. Ib. 53. Алăкран кĕнĕ чух такăнма тăчĕ. N. Çисен, пуçах пуçтарма тăнă вăл. || Собираться. Толст. Çуртана сӳнтерес тесе тăраттăм ĕнтĕ, сасартăках темĕскер çыртнине сисех кайрăм. Б. Олг. Эп онтан кайма тăртăм, вăл каларĕ: çарăн-çарăн, паратăп, паратăп, ик кĕренке вонçиччех, тет. Турх. Вĕлерме тăнă вăхăтра... Чăв. й. пур. 9. Хăй çынна япала парса пулăшса тăрсан та, çапах çынсене нимĕнпе те кӳрентермен. || Пытаться (сделать что-либо), намереваться.N. Пурăнма йывăр пирки çак хĕрача темиçе хутчен те çакăнма, çăла сиксе вилме тăнă. Пир. Ял. Çакăнса вилме тăнă. Ст. Шаймурз. Катма тăтăм, шăл витмерĕ (орехи). В. Олг. Салтакне касса пăрахма тăрчĕç: чăсатăн, тесе. Кан. Хăйĕн малтанхи арăмĕ патне револьвĕрпе пырса кĕрсе, арăмĕнчен япаласем илсе тухма тăнă. || Задерживаться. N. Анчах нуммаях ан тăр, часрах тупса кил вăлсене! — Юрĕ, нуммай тăратмăп, тупса килĕп эпĕ. ЧП. Нуммай тăмăпăр, час кайăпăр. Юрк. Нуммай та тăмаст, калле çаврăнса тухат та: кĕтсе тăрăр, час тухĕ, тет. N. Нумай тăмастăп калах яратăп (письмо). О земл. Сӳрене пăртак тăрарах тепĕр хут тусан, эпир усă куратпăр. || Ждать, подождать, потерпеть. N. Тархасшăн пăртак тăр, чăт. N. Вăл ĕлĕкхи пекех, нимĕн те тăваймĕ тесе, тăрса пулмаст. ЧП. Çичĕ кун та ан тăр, килсе тăр. Альш. † Эрнен хушши ултă кун. Эрне ан тăр, тăванăм, пырах тăр. || Относиться к кому. N. Бюрократия тесе чиновниксене пурне те, вĕсем халăха мĕнле тăнине калаççĕ. || Считаться за кем. Капк. Хут çинче унăн хваттерĕ Сĕнтĕр-вăрринче учитĕлницăра пурнакан акăшĕ çийĕнче тăрать. || Иметь желание. О сохр. здор. Унăн ĕçлесси килмест, яланах выртасшăнах тăрать (при лихорадке). N. Нихăçан та ӳпкелешмеççĕ, çынна хирĕç усал сăмах калаçмаççĕ, никама та усал тăвасшăн тăмаççĕ. || Быть готовым. N. Парас пек тăр. Н. Седяк. Тилĕ çăхана тытрĕ, тет те, çиме тăрат, тет. || Побывать. ЧС. Эпĕ пиччесем патĕнче пăртак тăтăм-тăтăм та, ăйхă киле пуçларĕ. || Бывать, находиться. N. Çавăнпа ăсен укçисем темĕн чухлĕ çĕлесен те, алра тăмас, тет. О сохр. здор. Çĕр нӳрлĕ тăмасть (не бывает сырою, на горе). Ст. Ганьк. Çĕлен сăхсан, выльăх та, этем те шыçăнса каят, ун шыççи хытă тăрат. Ходар. Хурал пӳртĕнче хай кăнтăрла çын питех тăмаçть. || Оставаться целым, находиться в целости и сохранности. Пухтел. Çăнăх та тăмас. ЧС. Лаша умĕнчи çиме çаплах тăрат: пĕртте иксĕлмен. N. Хăйсем сывă-и, çӳреççĕ-и, выльăх-чĕрлĕхсем тĕрĕс-тĕкĕл тăраççĕ-и? || Принадлежать. Кан. Эсеккасси ялăн çĕрĕ çинче тăватă ял çинче тăракан халăх вăрманĕ пур. || Взлетать. || Следовать. N. Манăн сăмах çине тăр. || Восстать. N. Хирĕç тăр. || Жить, обитать, здравствовать. N. Вăл ман патра тăрать. Календ. 1904 Праçшкре те кӳрше кайса килетĕп те, вара кунĕпе килте тăратăп, тет. N. Нумаях та тăмăн, çуркунне пулĕ, унтан çу та çитĕ. Алешк.-Сапл. Сыва тăратна? тесе салам яр. Альш. Унтан тата: ят улăштармасан ача тăмас, тенĕ. Çавăнпа улăштарнă (прежние чуваши). Хăшĕ-хăшĕ ачи начар ӳссессĕн: ятне улăштарас, теççĕ. N. Епле шухăшпа тăратăр, мĕн шухăшлатăр, мĕн калаçаççĕ сирĕн ялта? тетĕп. Альш. Çăммисем: ĕлĕк пит аван тăраттăмăр, тет. Бес. чув. З. Сывă тăратăн-и, ачусем мĕнле пурăнаççĕ, выльăхусем мĕнле тăраççĕ, тесе ыйта пуçларĕ. Сборн. по мед. Ачасене туртса илтĕн пиртен, киле пымаççĕ, кунтах тăрасшăн. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет. N. Акă нумаях та тăмăпăр — салтак пулăпăр. Кан. Пĕр çынпа. Çавнашкал ĕçпе тăнăскерпе, лав çине ларса тухса вĕçтерет. N. Санран çыру илмесĕр пилĕк уйăх тăтăмăр. || Не переводится при „пек“ N. Тăвансем тăраççĕ йĕрес пек. N. Çăмăр çăвасшăн. Ун чухне çăмăр çăвас пекех тăратьчĕ (собирается дождь). || Употребляется в качестве вспомогат. глагола. N. Кайса тăратпăр, укçа çук. Мы ходили туда, но там (всё) нет денег. N. Эсĕ пирĕн пата кайкаласа тăр. N. Каймасăр-килмесĕр ан тăрăр. Захаживайте почаще. N. Пичче, ан çилен, эпир ярсах тăнă, çитмеç апла сан пата. N. Хĕветĕре эрнере пĕре курах тăрап. В. Олг. Халь çисе тăримест вăл, каймалла. ЧС. Кăнтăрлачченех киле кайса тăраймăпăр-ха, çак керемет çеремне кăшт та пулш сухалар. N. Вăл çапла каласа тăнă чухнех... СЧЧ. Ну, кусем чăнах та пăрахса тăраççĕ ĕнтĕ (совсем вот кажется готовы бросить языческие молитвы). Пĕри-пĕри чирлесенех, хай-ĕскерсем нуккă чӳк тума тапратаççĕ, чăтса кăна тăр. Трень-к. Вĕсем уя тухса тăратьчĕç те, пире кĕтетчĕç. N. Шăтăк алтса тăчĕ те, алтса çитерсен, хатĕрленĕ шăтăкне хăех кĕрсе ӳкрĕ. N. Аттеçĕм, аннеçĕм, хуран тулли аш çакса: пиçе тăтăр, терĕр пуль; хĕрĕре аякка парса: йĕре тăтăр, терĕр пулĕ. Юрк. Эпĕ килте ĕçлемесен те, кашни уйăхра эпĕ сире укçа ярса тăтăм. Истор. Ăна хирĕç янă çар чарса тăрайман, пĕр май чакса пынă. N. Ман короле çын ирĕкне тивес çук, юсах тăрсан, нихăçан та вилес çук. N. Камăн та пулса сасартăк сиен пулса тăрсан анчах хăй тума пулнă ĕçе тăваймасть. N. Ăна курасшăн çĕмĕрт йывăççи çине улăхса тăнă. N. Унччен те пулман, сут тавраш çитсе те тăнă. N. Çав вилнĕ çын ӳчĕ типсе хытса тăнă, ун пек кĕлеткене мумия теççĕ. N. Çак йĕрке тăрăх акă мĕн пулса тăнă. Юрк. Çав сăмаха илтсен, хай çыннăн вăтантарас вырăнне, ирĕксĕрех ăна мулпа пулăшас пулса тăнă. Ивановка. Шкулта эпир пынă çĕре урăх ачасем те нумай пухăнса тăнă. Сред. Юм. Нăмай шохăшласа тăрса полмас. Долго раздумывать нечего (нельзя). Изамб. Т. Салтака кайсан, килтен укçа ыйтас вырăнне, хăй ярса тăчĕ. Алших. И, Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве тăрăх хӳме-тĕр; аршăн-аршăн пĕвĕм-тĕр, ылттăн ука çӳçĕм-тĕр, кĕмĕл черкке куçăм-тăр, йăлтăраса тăрат-тăр; ай-хай чунçăм, вăйçăм, янăраса тăрат-тăр. Чăв. юм. 1919 ç. 11. Ука çӳç тыткаламалла та мар: хускаланса, ваткаланса çеç тăрать. Шăна чир. сар. 18. Çимелли япалисене пĕр маях витсе тăрать. Чураль-к. † Çинçе урама хыпар яртăм, хĕрсем тухса тăрмалла; хĕрсем тухнă, ачисем тухман, ачисем тухнă, эпир мар. Орау. Пĕр-пĕринпе тавлашса тăмастăр-и? Истор. Час-часах тата монахсем тăвас ĕçе вĕсене хушса тăриччен хăй тăва-тăва пăрахнă. N. Çынсемпе çапăçса алли-урисене амантса пăрахаççĕ. || Употребляется в чувашизмах. Букв. 1904. Савăннипе пĕртте туйман, хĕвел каçалана кайнă-тăнă. Ib. Инкек çине инкекех тата: çав вăхăтрах ун ури салтăннă-тăнă. Ib. Унтан хайхи вăрăм-туна эрешмен картине çакланать-тăрать. Альш. Пĕр-пĕр улпут тавраш виç-тăватă лашапа кӳме кӳлсе, хăнкăртаттарса иртсе каят-и, вăкăр кĕтĕвĕсем хăваласа каяççĕ-и, унта мĕн те пулсан курах-тăран: ахаль иртмес пĕртте вăхăт. Ib. Вăрманта çул такăр, тӳрем. Ниçта çырмана-мĕне анса-туса тăмалла мар пирти пек. Сред. Юм. Калах тăран-ха эс она, пăртак тăрсан каллах манса каять. Все ему сказываешь, а он немного погодя опять все забывает. N. Унăн тавлашасси, чĕлхепе çĕнтересси анчах киле тăрать. Собр. Хăни килех тăрат, кĕççи сарлах тăрат. (Пӳрт улăхтарни). N. Каç выртсатăма питĕ кансĕр: çанталăк сивĕ. Яжутк. Пирĕншĕн аттен ма макăрас, тăрас-кӳлес лаши пур. Скотолеч. 27. Тăнă çемĕн хытăрах кӳпĕнсе пырать.

тăрăлан

образовать верхушку, головку. Ст. Чек. Çăпан тăрăланнă.

тăрăсăр

без верхушки, без маковки, без крыши, без головки. Н. Лебеж. † Тăрăсăр чиркӳ ăшĕнче çурта çунмаст, тиеççĕ. Сред. Юм. Тăрăсăр шатра, „без гноя“; тăрăллă шатра, „С гноем“. Ib. Тăрăсăр çăпан, „без гноя“.

кĕлетке

(к'ӧ̆л'эт'к'э, ӧ̆ совсем мало заметно; кэ̆л'эткэ), тело. КС. N. Е тата, лĕп (тепловатую) шыв туса, пуçĕсене те, кĕлеткисене те çăва-çăва янă вăл. || Туловище. Панклеи. Кĕлеткине (её) алăк солли çомне тăраттĕрç. (Сказка). ЧП. Кӳмме çинче кĕлетки, ларкăч çинче купарчи. Н. Карм. Юлхав çынна калаççĕ: кĕлеткипе кăна усăнса çӳрет! теççĕ. Чураль-к. Кĕлеткинчен хӳри вăрăм. (Чакак). || Внешний вид, внешность. Панклеи. † Чипер кĕлетке (туловище) томтир тиркет; пирн чипер мар, тиркемест— йорать пире хора постав. N. Калама та çук çакă хĕрсене, пит чипер сăнĕсем те, кĕлетки-çурăм(ĕ)сем те пит илемлĕ пулнă, тет. Шибач. † Вăрманта вăрăм йăвăçне шулчинченех палатпăр; хамăрпа варлă хĕрсене кĕлеткинчен палатпăр. Сĕт-к. Кĕлетки хӳхĕм (стройный высокий). Орау. Лашин кĕлетки пур та (корпусом ничего, но...), хăй питĕ хавшак (çемçе). N. † Çит хĕврилĕ хĕр куртăм; çит хĕврийĕ çитмĕл сум, алли-ури утмăл сум, хĕр кĕлетки хĕрĕх сум. СТИК. Кĕлеткине курас килмест. Мне и смотреть на него противно. Ib. Сĕтел кĕлетки тукаласа хунă. Сделал нечто похожее на стол. Сĕт-к. † Çын хорланă кĕлетки тин мохтава тохас çок. Кан. Çĕр çăтман кĕлеткӳне! (Бранит лошадь, которая испугалась пеньков). М. Тув. Кĕлетки-çурăм çурта пек. || Вид, фигура, изображение, статуя, отпечаток, идол. Изамб. Т. Эй, кĕлетке (идол), çавна та пĕлместĕн! Истор. Вăрманта кĕлеткесем патĕнче вĕсем пĕр сӳнтермесĕр вут çунтарса тăнă. N. Этем ăсталаса кĕлеткене кӳнĕ (обделанный в виде...) чул. ДФФ. Амăшĕ, чирлĕ ачине вилĕмрен хăтарасшĕн, юмăçсем вĕрентнĕ тăрăх, чирлĕ ачи вырăнне чустаран ача кĕлетки туса, ăна вилнĕ çынна тумлантарнă пек тумлантарса, шăтăка кайса пытаратьчĕ. Орау. Леш енче, шыв çине йăвăç кĕлетки (тени, фигуры) ӳкнĕ таран, кимĕпе çӳрени курăнмаçть. Альш. † Шурти шурă тунката — чисти этем кĕлетки. Т. VI. Кĕшерни каç салтака каяс ачасем шыв çине тăхлан шăратса яраççĕ те, пăшал (ружье) кĕлетки пек пулсассăн, салтака каяс пулат, теççĕ. Бгтр. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç. Юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке (отпечаток) туса хăваратьчĕç; тепĕр кунне, ирех кайса, пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă, е кĕрĕк (= кирек) мĕн таптанă, вараланă пулсан, çав вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. (Вечером, в день рождества). Якейк. Кам та полин пăсăлсан, ора йохма ерсе кайсан, çăпан тохсан, тата ытти чирсем çынна тапăнсан, чостаран çын клеткисам, е поканя туса, чостаранах лашасам туса, вăлсене кӳлсе, пиçнĕ хăмлапа салатпа, тăварпа, салакайăк çăмартипа çăл котсене, вар вĕçсене кайса: çак тĕлтрен иртсе кайнă чох çакăнти шу, çакăнти киремет тытрĕ полĕ, тесе, прахаççĕ. Зап. ВНО. Алсăр, урасăр, кĕлеткесем ӳкерет. (Сивĕ). N. Эп те кĕлеткене (портрет, фотографию) ӳкерттерсе ярăп. Ск. и пред. 103. Илемсĕр пӳрт кĕлеткинчен пăрăнтарать сăн-пуçа, N. Ун çинчен (об этом) кунта алă кĕлетки (рисунок руки) те укерсе кăтартнă. || Привидение. Изванк. Çул çинче вилнĕ çынсем кĕлеткен он курăнччăр, тесе, хăшĕ пуçĕсене тутăрсемпе чăркарĕç. (Поминки). Срв. мĕлкĕ. || Портрет, фотографический снимок. N. Манăн çӳл енчи (верховых) чăвашсенĕн кĕлеткине (фотографию) илес килет. Юрк. Унтан тата кĕлеткесем (портрет, картины) тума тытăнсан, вĕсене те темĕн тĕрлĕ (замечательно) çырат, пит аван художник.

кĕсенлен

покрываться коростами или струпом (последнее — о заживающей ране). О сохр. здор. Ăна (больного) чечек кĕсенленсенех çăвас пулать, вара унăн кĕсенĕсем часах тасалса пĕтеççĕ. Скотолеч. 16. Кĕсенленсе ларать. Слеп. Кĕсенленсе ларнă (зажившее место), Кума-к. çăпан кĕсенленчĕ (уже стал заживать и засыхать).

чакар

убавить, сбавить, понизить. Кан. Анчах унашкал вăрмана пачах укçа тӳлемесĕр памаççĕ, чакарнă хакпа параççĕ. ЙФН. Апи пачĕ хура йĕне, савса паман япалийĕ сунă суман чакарчĕ (убавила молока). Скотолеч. ЗЗ. Унăн шатра çилли çине тухать, сĕтне чакарать. N. Чакарса кăтарт, показать меньше действительного. || Уменьшать, сокращать. N. Урпа вăл çăпан пек тухат, ăна вара урпапа сăваççĕ. Пирвай тăххăртан пĕррене çитиччен суса чакараççĕ, унтан вара çиччĕрен, пиллĕкрен, виççĕрен; унтан пĕре пĕресĕр теççĕ те, урпине пăрахаççĕ. || Пятить назад. Сĕт-к. Эй ослап! Çапла чакараççи ута!

чун

чон, душа. К.-Кушки. Чĕнтерлĕ кĕпер айĕнче шăнкăлтатат кăвакалăн чĕпписем, кăвакалăн чĕппи мар-тăр вăл, пирĕн пек мĕскĕн ачасен чунĕ-тĕр. И. Тукт. † И, çилсем вĕрет, вичкĕн çил вĕрет, вăйлă çăмăрсем капланса килет. Ултавах тĕнчи, йăвăр самани пирĕн чунсене тыткăна илет. (Ĕлĕкхи юрă). Образцы 48. † Çак тăвансем патне килсессĕн, килмессерен чунăм савăнать. Ib. 48. † Хампа пĕрле тăрса юрлакана çур чунăма çурса парăттăм. Пазух. 28. † Сăрисем те пыл пек, хуçи чун пек, мĕншĕн тăван тесе калас мар. Образцы 13. † Пăхсан ĕçĕм юлать-çке, пăхмасан чун чăтаймасть-çке. Ib. 5. † Мĕншĕн вăйя тухмастăр чунăрсене йăпатма. N. Сасси те çав шăнкра пек каччă чунне çемçетет. Ск. и пред. чув. 37. Çутăлать Мăн-шыв, чуна хăпартать. N. Çамрăк чунăм çĕкленет. Капк. Кинĕ каланă ăшă сăмахсене илтсен, карчăк чунĕ тин лăш карĕ. Ст. Шаймурз. Çак шухăш аса килсен, вара чун питĕ хурланатчĕ, питĕ пăшăрханатчĕ. N. Чун хĕпĕртенипе ниçта та кайса кĕрейместĕп. Арçури. Чон шикленет, ăш вăркать. Çĕнтерчĕ 18. Ан калаçтар, анне-е-е! Чун тарăхать. N. Чун вирелле тăрат саççим çавсемпе айкашсан. Пухтел. Чунĕ пӳлĕнет (у человека умирающего, если кто-нибудь громко заплачет). Н. Карм. Пире хаяр сунакан çынсем, çипрен çинче чунĕ татăлтăр. N. Чун татăлас пек уласа макăр. Пшкрт. Чонă татăлтăрай. (Ругань). В. Олг. Торă татса кайтăр сан чонна. (Сидьная ругань). N. Пĕр-ик-виç кунтан ача чунĕ, чĕкеç пулса, ашшĕ пӳрчĕ тăррине тăрса юрлат. (Из сказки). Дик. леб 52. Чăн аслă пиччĕшĕ каланă: çапла çав, вăл айăпсăр чун! тенĕ. Ib. 50. Тимĕр решеткелĕ чӳрече тулашĕнче çирĕх-тăрри (юрлакан кайăк) ларнă, вăл та хăйĕн савăнтаракан юррипе унăн чунне пусарнă. А дрозд, сидевший за решетчатым окном, утешал ее своей веселой песенкой. Букв. 1900. Ӳчĕ пур та, чунĕ çук. (Çурта). Зап. ВНО. Чунĕ пур, юнĕ çук. (Тараккан). N. Чун пулсан чул хушшинче те усрăпăр. Ст. Шаймурз. Çын урлă сăмах илтсен, çулçă пек çамрăк чуна питрех хĕн. КВИ. Çамрăк чун та пĕчĕк чун, чунĕ ытла çемçе çав. Ентĕрел. Хальхи ачасен, хăйсем çураличчен, чунĕсем çуралнă. (Говорят старики, дивясь детям, напр., тому, что они катаются на коньках, которых чуваши прежде не видали). Тайба Т. Тăвансем аякра, чун çывăхра, килсе кураймастпăр çеçен хир урлă. Орау. Çăмăлланасси пит хăрушă.— Чунтан чун уйăрлать те, хăрушă пулмасăр. Якейк. Çын пăсăлсан поканя, е чостаран çын кĕлетки туса, салакайăк çăмарти илсе, пĕр-пĕр çĕре кайса пăрахнă чох: чон вырăнне чон паратăп, кĕлетке вырăнне кĕлетке паратăп,— тенĕ ĕлĕк тĕттĕм чăвашсем. Питушк. Пит лайăх лашасам, чон тăма çĕр çук. Изамб. Т. Епле унăн чунĕ чăтат-ши? (без работы). N. Çывăхра персен так чон топаннех сиксе анать. || КС. Чуну пур-и? Жив ли? || Жизнь. N. Чĕкеçĕсем чие хушшинче, çуначĕсем пĕлĕт хушшинче; сан чунупа ман чунăм ылтăн ука хушшинче (наша жизнь течет радостно). Якейк. Чол-холара чол хаклă, кăçалхи çола çитрĕм те, чол хаклă мар, чон хаклă. (Солд п.). N. Сан чунупа, тăван, ман чунăм тĕнче çине тухнă хĕвел пек. || Существование. N. Апат начарланчĕ, но чон осрама (поддерживать существование) полать, терĕ. || Человек. N. Этем чунĕ вали нихăçан та çурхи пек савăнăç çук. Собр. Мачча пĕрени шартлатсан, чун катăлать, теççĕ. (Поверье). Орау. Пирĕн кĕçĕр пĕр чун хутшăнчĕ. Мĕн ача тата? – Ывăл. СПВВ. Киле чун хутшăнсан... (В Сред. Юм., напр., если возьмут в дом сноху или если родится ребенок). Дик. леб 41. Вăл çурта акăшсене пĕр çын чунĕ те илсе кĕме юраман. || Душа населения, едок. N. Арçын чунĕ, мужчина (как одна душа населения), хĕрарăм чунĕ, женская душа (когда считают по душам). КС. Эсир пире çĕрсене чунтан мĕн тивнине улпучĕсене те пур хура туналлă халăхсене тан туса уйăрса парăр, тенĕ. || Живое существо. СТИК. Ку та вĕт чун! (Питĕ начар, нишлĕ путексене шеллесе калаççĕ). Ib. Пĕр чунтан икĕ чун пулчĕ. (Сурăх пăруласан калаççĕ). Ст. Шаймурз. Кунта мĕн тума килтĕм? (пришла я?). Пĕр чун та çук. Стюх. Ай-хай-ах-та, манăн тантăшăм, санпала манăн сăмах килĕшет. Ĕлĕкрен пĕрле пурăнса, пĕр чун пулса, санпала пĕрле ӳснĕрен. С. Тим. Атте, савнă чуну пулăттăм, ăшăнта мĕн пуррине пĕлĕттĕм. Ау 2°. Хулара пĕр чун та çук, тет. Сред. Юм. Мĕн тума кайрăм эп онта, исмалин пĕр чон та çок-çке ĕнтĕ (ни души нет). N. Тыр вырнă чухне ял хушшинче пĕр чĕрĕ чун та çук. N. † Ларсамăр вырăнăра, тытăр куркăра, эпĕр тайăлса тăрар сирĕн умăрта; эпир тайăлнă чух ĕçмесессĕн, турă хурланă чун пулăпăр, эпир тайăлнă чух ĕçсессĕн, турă савса çуратни пулăпăр. N. Эпир, мĕскĕн чунсем, çынсем пек çӳреймерĕмĕр. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата, ырă чун, ĕлĕк хăй савнипе сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Орау. Чунтан пĕр курка ĕçмелле. Каждый должен выпить по ковшу. Ала 86. Ах, ву парасси парать те, анчах унăн хĕрĕ чун нумай илет, тата тепĕр пилĕк юпа анчах юлнă, çав юпасем çине сирĕн пуçăрсене касса хурĕ вăл, терĕ тет, карчăк. || Животное (скотина, птицы). НТЧ. Аслă кĕлĕ, аслă ырă, çак сан ятна илнĕ (купленных) чунсене (животных) юратса паратпăр, юратса ил. (Моленье киремети). Г. А. Отрыв. Тĕрлĕ выльăх чунне пусаç. Колют разных животных (на моленьи). Ал. цв. З4. Вăл чăтлăха пĕр кайăк чунĕ те вĕçсе кĕрсе курман. || Дыхание, дух. ЧС. Ун патĕнчен иртсе çӳренĕ чуне чуна хытарса сехĕрленсе аран иртсе каяттăм. N. Чунна ан çăт. || Сердце, настроенне. N. Манăн сăмахăма итлесе кĕнекемсене эпĕ ыйтнă çĕре яракан çынсене пурне те ăшă чунтан тав тăватăп. Çĕнтерчĕ 12. Хыпар илтсен чун тапать. В. Тим. Эсир те саватăр, те савмастăр, савнă пек туйăнать чунсене. N. Ан тухăр, хĕрсем, тумланса, ай люльи, йĕкĕт чунне çунтарса. Чебокс. Манăн питĕ чунтан юратакан Александра ятлă йăмăк пурччĕ. Я. Турх. Чунтан юратнă манăн савнă ырă çыннăм. ЧП. Чунран савнă тăван. N. Пĕтĕм чунтан юрат. N. Манăн чон сан çинче тăрать (я тебя обожаю). Бгтр. Ку кайнă чох, хваттер хоçин ачи, онпа пĕрле пырасшăн, чонтанах макрать, тет. Пазух. 12. † Кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Калашн. 6. Анчах халĕ, арăмĕ мăшкăл курса чунĕ витнĕскер, вăл кĕрлесе тăракан тинĕс пек. Курм. Чонсем-варсем варлă хĕр, епле чонпа выртать-ши, чонсем-варсем варлă хĕр, епле чонпа тăрать-ши? Якейк. † Уя тохсан чон уçăлать, киле кĕрсен чон тăвăрланать (становится тяжело на душе). N. Çулла тулалла (вăрманалла, хирелле) чун туртать. N. Чон тарăхать. Досада берет. || Мысль. N. Чунна аскăн хĕрарăмсем хыççăн ан яр. N. Эпир халĕ тин чунпа пурăнма пуçлакан халăх вĕт. N. Ман хăлхамри кĕмĕл алка çутти ӳкет пит çине; çиекен çынсем тек çиччĕр, пирĕн чунсем аякра. || Милый сердцу. Çатра Марка. Ах тăвансам чонсам, тантăшсам. К.-Кушки. Ĕçсем куркусене пыл тесе, ыткаласа илсемĕр чун тесе. С. Дув. Ĕçкĕ ĕçер, тăван, пĕрле пурăнар чун тесе. Юрк. Савнă чунпа ĕмĕр иртерсен çамрăк чĕре çăвĕ ирĕлмес-çке. Каша. Вуниккĕн явса пĕтменне кил, савнă чун, явар-и? N. Хуйхăр сан та ан йĕр, чун, сан пурнасси малалла! N. Аннем, юратнă чунăм, пĕлсем хĕрхенме. Хĕр йĕрри. Утмăл хăма тăрăшне утса тухса пулмарĕ, çитмĕл хăма тăрăшне çитсе курса пулмарĕ, чунăм савман ачаран пуçма хăтарса пулмарĕ. ЧП. Ай-хай тăванĕсем ай чунĕсем. || Полтава 70. Уй-хир тулли пур халăх чунтан ячĕ ахлатса! Ib. 72. Халь пуç каснă вырăна чунтан чупса пыраççĕ. Сред. Юм. Çын вĕлернĕ тенине илтсен ман чôн сӳлетсе кайрĕ. СПВВ. ИФ. Чун сӳ тăват: пит хăранипе ăшăра темскерле сиввĕн туйăнса каят, çӳлтен ярăнса аннă чух, е таханка сикнĕ чух чи малтан хăнăхаччен сӳлелле аялалла аннă чух сӳ тăват, теççĕ. Букв. 1886. Манăн тнн чун кĕчĕ (= тин лăплантăм). || СТИК. Пысăк çăпан чуна кайса тивсе ыратат. (Выраженне сильной боли). Сред. Юм. Ах тôр, чонах кайса тиврĕ. (Говорят, когда нечаянно задели чем-нибудь чирий, я когда он очень болит). || N. Молкач ашне çиме манăн чон çĕкленмест. || Ст. Шаймурз. Чун тус чуна илет, тет. (Послов.). Пазух. 87. † Уяр çул çăмăр çусассăн, пĕтĕм тĕнче хĕпĕртет. Савнисем, сире курсассăн, чунпа чĕре хĕпĕртет. Истор. Хуйхă куракан çынсем чунĕсене пусарма пынă. N. Чун систернипе. Лашм. Çеçен хир варрине тухрăм хĕвел ăшăне, лартăм йывăç сулхăнне, çулçисем пĕр ешĕл, ан пăрах, тăванçăм, чун çамрăк. N. Çынсем уласа макăрни çын чĕрине çурас пек чуна тăвăлтарать. N. Чунĕсем хавшаса çитнĕ. Полтава 12. Чунтан-вартан куллянса. Юрк. Пĕрне-пĕри чунтан чуна юратса тăранаймаççĕ.

шуйтан курăкĕ

назв. раст., то же, что çăпан курăкĕ.

палумми

яблоко. N. Палумми çисен, çăпан тухат, теççĕ.

çăпан парĕ

воспаление соответствуюшей железы при появлении чирия. СПВВ. КС. Пар тухрĕ! Çăпан парĕ тухрĕ (если чирей на колене, то пахи пухнут).

пирче

(-џ̌-), затвердеть, засыхать, заживать, задернуться (о ране). Сред. Юм. Çăпан, пĕр пирчеме пуçласан, часах тӳрленет вара ôлă. СПБВ. Суран пирчет = ӳт илет. СПВВ. Суран пирчерĕ = ӳт илчĕ. СПВВ. ФИ. Пирченĕ; кĕçенçăпан пĕтĕмпе çĕрсе кайнă пулсан, нимĕнпе те тӳрлетмелле мар пулсан, пирчесе кайрĕ, теççĕ. КС. Çулла пит хĕвелпе пирчет = хытса ларать, кашăркаса (шероховато). N. Çынна вăрттăн çапни пирченĕ сурана араслантарать. Стюх. Пирченĕ, зажила (рана). Сборн. по мед. Ача кӳпчĕкне кăвапаран тытса туртма нихăçан та юрамасть: вăл хăш чухне хăй тавăрашĕнчи ӳт çумне пирчесе ларать || То же, что хăнăхнă. Хорнвар-Шигали. Вăл ĕнтĕ хăма çурма пирченĕ (= хăнăхнă). Ib. Пĕрре вăрра пирченĕ те, çав шухăшпах çӳрет. Ib. Вăл пĕрре çул çӳреме пирченĕ. Ib. Пĕрре сат ĕрчетме пирченĕ (= хăнăхнă, хытнă, пиçĕхнĕ), çав ĕçпех аппаланат.

ас

(ас), dissolute, libidinose, intemperate vivere coepisse; turpiter se gerere; lascivire, развратиться; безобразничать; вести распутную жизнь; шалить. Ст. Чек. Асат ухмаха ернĕ çын: юрлат, ташлат, кăшкăрат, туха-туха тарат. Сошедший с ума безобразничает: поет, пляшет, орет, выбегает (из дома). Кратк. расск. 8. Ак Содомпа Гоморра хули çыннисем пит асрĕç, темĕн тĕрле çылăха кĕчĕç. Смотрите, как жители городов Содома и Гоморры развратились и как они погрязли в грехах. Посл. 18, 4. Вĕсем çав ĕçре эсир хăйсемпе пĕрле асса çӳременрен сиртен тĕлĕнеççĕ те, çавăнпа сире хурлаççĕ те. Ст. Чек. Асаççĕ ку хĕрсем. Эти девки распутничают. Ib. Каччăсемпе аса-аса (или: алхаса-алхаса), ку хĕр пĕтĕленчĕ (забеременела). Ib. Хĕре, хĕр-арăма алхастаракан курăн парсан, вăл асат (у нее является возбуждение). Ст. Чек. Пуçĕнче асас шухăшпа (с развратными мыслями). Требн. 5029. Аскăн (лучше: аскăнлантаракан) юрăсем юрласа, ташласа, асса çӳреместĕн-и? (= не развратничаешь ли?) || Ст. Чек. Шуйттансем асаççĕ пулĕ ĕнтĕ кĕçĕр. Должно быть, сегодня вечером черти разозорничались. (Так говорят во время бури или бурана). БАБ. Вăл (пăсташ) тасатма пуçланă каçхине: чăхсам ларнă çĕре кайăр-ха, вĕçем кăтăклама чарăннă-и (scr. чарăнни)? Чарăнман пулсан, ĕçе тапратмăпăр, терĕ. Вăлсем кăтăклама шуйттансем асма чарăнмасăр (lege: тухмасăр) пăрахмаççĕ, терĕ. Атте чăхсана итлесе килчĕ те: кăтăклама пăрахнă, терĕ. — Апла пулсан, шуйттансем ачи-пăчипех асма тухнă пулĕ, акă эпĕ вĕсене час хам патма пухатăп, терĕ. В тот вечер, когда он начал очищать (дом от порчи), он сказал: «Ступайте ка туда, где (у вас) спдят куры, и послушайте: перестали они кудахтать или нет? Если нет, то мы подождем приниматься за работу. При этом он прибавил, что куры перестают кудахтать лишь тогда, когда черти выйдут безобразничать. Отец сходил, послушал кур и сказал, что они уже не кудахчут. Если это так, ответил тот, то, значит, черти уже вышли безобразничать вместе с детьми (точнее: не исключая и детей). Вот я сейчас соберу их к себе». Ст. Чек. Авă ĕнтĕ вăл аса пуçларĕ. Вон он уж начал озорничать. || Ч. С. Ачам, унта выртма кайсан, ан ас; унта асма юрамас, часах лăп-лап çакăнат. Если ты, дитя мое, поедешь туда на ночевое (ночное), то не шали; там шалить нельзя (т. к. там священное место), а то как раз пристанет болезнь. || Vexari, agitari, exagitari, быть обуреваему похотями или страстями. Канон. 42. Манăн ӳтĕм усаллăхпа асать, хаяр çулăмĕпе хĕрет; мана тӳрлет. || Latius serpere, latius saevire (de ulcere dicitur alioye eiusmodi malo), распространяться дальше (о наружной болезни). Тюрлем. Асса (= арасланса, сарăлса) карĕ, пӳр тортать, е ратать (= ыратать); час шăтать-и? тет. (Чирей) стал больше; собирается гной; болит. Может быть, скоро прорвется. Альш. Асса кайрĕ (чир). Сильно развилась (напр. болезнь. Ст. Чек. Кĕсен-çăпан асса каят, асат. Наружные болезни могут усилиться. || Etiam de incendiis dicitur, quae saepius prorumpere coeperunt. Также об участившихся пожарах. Альш. Ытла асат-ха вут; çĕне вут кăлармалла пулаттăр. Этот огонь что-то уж очень расшалился; пожалуй, надо добыть нового огня (посредством трения кусков дерева). || De procalla. О ветре. Зап. ВНО. Çил асрĕ. Vеntus saevire соepit. Разбушевался ветер. || In Venerem lascivire, coeundi cupiditate exerceri (de bestiis dic). О течке животных. СТИК. Ст. Чек. Йăтăсем кĕр енне асаççĕ. У собак бывает к осени течка. || Furere, insanire, бесноваться. Ст. Чек. Каçалапа эрек ĕçнĕ те, çĕр-хута асса çӳрерĕ. К вечеру напился, и пробесновался всю ночь.

-ах

(-ах), particula definitiya, quae proprie quidem ean-dem vim habuisse videtur, atque adverbia Latina modof tan-tummodo, nunc vero hoc modo adhibetur. Ограничительная частица, которая первоначально, повидамому, имела значение русского наречия только, теперь же ставится в следующих значениях. Ad augendum ponitur et cumulandum. Выражает усиление. Ст. Чек. Кунтах вĕт, ста каятăн тата шырама? Ведь (это) здесь (а не в другом каком-либо месте), куда же ты идешь искать? N. Çăл хĕррипе танах (прямо вровень) ларать. Регули 1343. Утсам-сăрах йолчĕ вăл. Кĕнекесĕрех пĕлет. Остался совсем без лошадей. Без книги знает. Ib. 1346. Эп она арăмăнах илем. Пусть она вдова, я ее все равно возьму. Çавăнпа утăнах корнать. Кажется точь-в-точь как лошадь. Скотолеч. 20. Кирек мĕнле суран пулсан та, малтан юн тухать, хăш чухне хытах (совсем сильно) юхать. Шурăм-п. № 4. Çакна Митюк амăшĕ вилнĕ те, хăй ачишĕн хăрасах кайнă (сильно испугалась): çăпан ан тохтăрах! (как бы, сохрани бог, чирей не выскочил). Альш. Никамах та палласах каймастăп-ха эпĕ ял çыннисенчен, Пăрăнтăксенчен. Я еще в сущности не знаю никого из деревенских, бурундуковских. Орау. Хĕрĕ тарсах каймаçть (т. е. не совсем противится ухаживанию). Регули 1361. Ватах мар. Не очень стар. Ib. Париш нумай илтни? Пат те нумаях илмерĕм. Много ли взял барыша? Не очень много. Ib. 1356. Çичĕ орапа полĕ-и? Он чолах çок (или: полимĕ те). Будет ли семь телег? — Столько не будет. Ib. 1359. Хăнча-та-полсан тытăп-тытăпах. Когда-нибудь непременно поймаю. Ib. 1342. Çăвашлах пит пĕлмест. По-чувашски он не очень то знает. Ib. 1340. Çолтан-çолах ватăлах пырать (поянланах) пырать. Контан конах çăмăлăн (çăмăлтарахăн) тойăнать (çăмăлланах пырать). Из года в год все старится (все богатеет). Из дня в день все становится легче и легче. Ib. 1506. Тытасах (тытас) мар полсан, тытмăпăр. Каймаллах мар пулсан, каймăпăр. Сред. Юм. Пит каясах тесен (если уж очень хотите итти), кайăр эппин. Регули. 1452. Эп она ачаннах корса. Я его видел еще ребенком. Орау. Питĕ вайлă тунă-пш? — Хытах хĕненĕ, тит. Очень здорово (сильно) отделали его (били)? — Говорят, что совсем здорово отколотили. Капк. 1929, № 1З, 6. Кунта паçăртанпах тăракансем пур. Здесь есть люди, которые пришли сюда давно («еще с давешних пор»). Регули. 1452. Эс каясшăнччĕ, каях. Он каяс килет полсан, кайтăр вăл. Ты хотел идти, так уж иди. Если ему хочется идти, пусть он идет. Орау. Тур куртăрах сана! Пусть же тебя бог накажет! Ib. Йытă çытăрах сана! Пусть же сьест тебя собака! Ib. Кашкăр тыттăрах ку чĕмерене! Пусть волк поймает эту дрянь! Якейк. Кĕрсе выртăрах, анчах пирĕн çималли çок. Ночуйте, но только у нас нет ничего съестного. (См. Оп. иссл. чув. синт. II, 144). || Aut ad definiendum diligentius. Уточнение. Якейк. Копайăнах (по копне) торттарса пĕтертĕм. Ib. Копипех тияçа килтĕм. Я привез сразу всю копну. Ала 4. Хопаха кĕчĕ, тет, лашине толах кăкарса хăварч, тет (т. е. не въезжая во двор). Регули. 1347. Эп сана окçанах памăп, таварăн парăп. Уж я тебе деньгами-то не дам, а товаром дам. N. Ман хулана ыранах (завтра же) тухса каймалла. Собр. 212. † Ирхине тăтăм, хура вăрман çинче сасă илтрĕм. Вăл сасă сасах пулмарĕ, курайман тăшман сивĕтрĕ. || Praeterea ponitur, ubi de eadem re aliud quippiam praedicatur. Тождество. Регули 1334. Ĕнер килекенĕ çав çынах. Çав çынах исе кайрĕ. Ib. 1ЗЗЗ. Çак кĕнеке çакăнтах выртать. Ст. Чек. Çак лашах кĕрсе таптарĕ-и? Ib. Çак лашах çамрăк чухне хĕрĕхшер пăтпа çӳретчĕ. Вот эта же самая лошадь, когда она была молодая, возила по 40 п. клади. || N. Тунă тунах, лайăхрах тăвас пулнă. Если уж делать, то надо было сделать получше. Çырнă çырнах, лайăх сăмах çырас. Изванк. Пирĕн каларĕç: пĕр тутарнă тутарнах, луччĕ аван тĕплĕрех тутарас, терĕç (= лучше заставить лучше сделать, если уж раз мы заставляли сделать, т. е. моление). || Ad confirmandum quoque adhibetur. Или утверждение. Янтик. Каланах ĕнтĕ эсĕ ăна аçуна, чăтаймастăн нимпе те! Ты непременно скажешь это отцу, никак не утерпишь! N. Тарçă тарçах вăл, çавăнпа сурăхсене пăрахса тарать вăл. Якейк. Пор порах, çок çоках. Достаток, так достаток и есть, а бедность, так уж бедность и есть (богатству нельзя сравняться е бедностью). Орау. Те ку япаласене шухăшласа кăларса çырнă, те ун пек ухмах пулнах та вара. Неизвестно, выдумка ли это («утка»), или же подобвый дурак существовал в действительности. Якейк. Каймастнах поч, ача! Нет уж, видно, ты не пойдешь! Альш. Патша калат тилле: тилĕ, сан каччу аванах иккен, тет. Царь говорит лисице: «Лиса, предлагаемый тобою жених действительно, кажется, хорош.» || Aut ad eligendum. Или выделение. N. Çырмасăр хăварас мар; ытлашши çырсан та, çырниях аван. Непременно надо написать; хоть и лишнее напишешь, а все-таки лучше написать. N. Кайниех аван. (Все-таки) лучше пойти, чем не пойти. || Aut ad modum rel constituendum. Или ограничение. О сохр. зд. Ерекен чир тумтирсенчен патакпа хулласах каймасть (одним выбиванием). N. Мана укçа кирлĕ мар, эп çак çăмарташăнах (только ради этого яйца) килтĕм. Якейк. Çак килтен паришах пин тенкĕ илет вăл (одного чистого дохода). Ib. Паянах мар, ыран та килĕп. Ib. Он çортсам Хосантах мар, Москавра та пор. Ib. Вăл вырслах мар, тотарла та пĕлет. Регули 1362. Пĕр çынах мар пырса онта. Не один только человек приходил туда. Ib. Маннах мар çохалнă. Не у меня одного пропало. Ib. 1364. Вот татмах кайри (= кайрĕ-и) вăл онта? Он пошел туда только для рубки дров? Ib. 1335. Çавăншăнах çиленчĕ вăл. Он рассердился только из-за этого. К.-Кушки. Вăл кĕнекене эпĕ икĕ тенкех илтĕм. Я купил эту книгу только за два рубля. Регули 1491. Эпĕрех мар (эпĕр анчах мар) корса, вăлсам та корса. Вăл вырăслах мар, тотарла та поплет. Изванк. Кашни чӳклемесерен урăх кĕлĕсемпе кĕл-тăваççĕ, пĕр кĕлĕпех кĕл-тумаççĕ (а не одною только). || Nonnumquam significat simulac, simulaique. Иногда значит как только. N. Эпĕ, татсассăнах, ыратнине пĕлмерĕм. К.-Кушки. Пырсассăнах каларăм. Я сказал об этом тотчас по приходе. Регули 234. Йор çусанах (çусассăнах) ирĕлсе каять. || Praeterea ponitur in sermone desperantis aut, quid agat, nescientis. Иногда выражает растерянность или отчаяние. Якейк. Коланай пама окçа штан топасах? Положительпо не знаю, где взять денег для уплаты податей! Ib. Шта ларасах ар? Йăлтах ăвăнса çитрĕм! (положительно не знаю, где сесть). Ib. Мĕн тăвасах? Мана тытма килеç, тет! Что делать? говорят, идут меня арестовать! || Alia, quae hue pertinent, exempla v. in. — ех. Другие относящиеся сюда примеры см. в статье — ех.

пӳр

гной. Хурамал. Çăпан çĕрсессĕн, пӳр тухать. Сред. Юм. Пӳр тортать (гноится). Ib. Çăпан пӳр тôрта пуçласан пит сорать. N. Вăл хула тулашĕнче, кĕл çинче чӳлмек катăкĕпе пӳрĕсене хыркаласа ларнă.

кил-йĕрĕк

домашний йĕрĕх. Хорачка. Сĕт лешки (= сĕт яшки) çинĕ чох кĕçĕн кĕрӳ чăмакня (= çăмахне) кăларса илет пĕттерли (с ударением на «е»), она хорăн тăрине çакат, чăмакня (шылăк хорăньă). Она пĕре касса илеччĕ; пĕре касса татăлмасан, илмесчĕ. Аччин (= ачин) ашшă калат: ан çир (не ешьте), тет, ку чăмакня, кил-йĕрĕк тума кирлĕ, тет. Каран, исе кайса, çыкса çакаччă тоя çомня, тăратаччă лаççа. Она тĕкĕнме йорамаст, как тĕкĕнтĕн, çăпан тохат; вăл çăпаньня, тӳрлетме пăтă туас полат.

ӳпне çăпан

особый плоский чирей (пуклак, шĕвĕр мар), прорывается не с головки, а с боку. КС. Сред. Юм. Ӳпне çăпан тĕсе, тăрăсăр пȏлакан пысăк çăпана калаççĕ. || Золотуха. М. П. Петр. «Ӳпне çăпан ― золотуха». Сомн.

лапка

плоский. Сред. Юм. Тюрл. Лапка сăмсо, плоский нос (этому противопол. шӳреке сăмсо). || Приземистый. Мусир. † Лапка хурăн айĕнче пĕр çăмăрсăр ӳснĕ эпĕ. Собр. Пĕр лапка карчăка тăваттăн хурах тăраççĕ. (Тенкел). || Ширина, площадь. Сред. Юм. Ôрам лапкипе шыв юхат. По всей улице течет вода. N. Лапкипе выртакан пысăк çăпан (широкий чирей). Баран. 101. Çулçи (у мака) лапки çинче вакçеççĕ шăнăр. || Плоская сторона. Тюрл. Лапкипе хотăм. Я положил плоскую стороною. || Хлопьями. (О снеге). НИП. Лапка юр çăват. Идет крупными хлопьями снег (что бывает в теплую погоду), Изамб. Т. Эпир Чĕмпĕртен тухнă чухне лапка юр кăна çăватчĕ (хлопьями). Хурамал. † Лапка-лапка юр (крупный) çăвать, шурă пӳрт çине шуратать. Изамб. Т. † Лапка-лапка тăман çăват, çуна-ах та шăвайми тăват пуль. Пазух. Лапка та лапка, ай, юр çăвать, хура çĕре халĕ те, ай, шуратать. || Островками. ЧП. Аппа пахчи варринче лапка чие шăтайчĕ (выросла). || Лаптами. Тюрл. Лапка-лапка хора пĕлĕт („довольно большими кусками“).

лăймалан

становиться слизистым. Шумерля. Тӳрече лăймаланса ларнă (покрылось грязной слизью). || Гноиться. СТИК. Çăпан тăрри лăймаланса тăрат (= пӳр тухса тăрат).

лăштăр

(лы̆шты̆р), подр. отряхиванию. Нижир. † Килчĕ кĕчĕ сар лаша; лăштăр-лăштăр! силленчĕ, шапшар мулне тăкайчĕ. Ай тантăшсем, тăвансем! çав мула тухса пухăр та, çав мулпа ман пуçа çăлăр-юлăр! (Хĕр йĕрри). Сред. Юм. Лăштăр-лăштăр! силлерĕ (звук при стряхивании одеяла, полога). СКАЗЗ 50. Хайхи (он) çĕре (до подножия горы анса çитрĕ те, лăштăр-лăштăр силленч те, каллех çын пулч. || Подр. слабости. N. Çапла ĕнтĕ лăштăрах усăннă аллăрсене (опустившиеся руки), вăйсăрланнă чăркуççийĕрсене хытарăр. || Подр. прекращению боли. М. В. Васильев. Кăвакала пусса парсан, кон варĕ лăштăрах каять (боль прекращается). Сред. Юм. Шор маçпа çыхсан, çăпан ыратни лăштăрах пôлчĕ. N. Лăштăррр! кайрăм. Сразу ослабел. || Кан. Лăштăрах анса ларчĕ монах ытти çĕрпе тăп-танах.

мăккăль

(мы̆ккы̆л’), нарост, шишка. Чума. Ӳт-тире йĕри-тавра çăпан пек мăккăльсем шыçа-шыçа сырса илеççĕ...

юхăнлă чир

назв. болезни, при которой раны мокнут и течет гной. Юрк. Кĕсен-çăпан, юхăнлă чир çулăхат.

йăпра

(jы̆пра), мокнуть. КС. Б. Олг. Йĕрĕх туат йăпракан, çăпан кăларат. Ib. Йăпраса каят, йĕлпĕрĕнсе каят (= шу йохнă пак полат) См. йĕпре.

йăрăх

(jы̆ры̆х), назв. злого божества. См. йĕрĕх. А. Турх. Йăрăх тытать. М. Васильев. Йăрăх, кĕсен-çăпан кăлараканни пулнă, ăна воздушный (хĕрлĕ-пилĕклĕ) пренĕк пăрахнă; хĕш чух (так!) çуршар, чĕрĕкшер пуслăхсем или нухратсем пăрахнă. Н. Шинкус. Тĕрлĕ киреметсене, тĕрлĕ йăрăхсене хисеплесе, вĕсене парăнса пурăнаççĕ.

йăх

назв. болезни. Б. Олг. Ачая полат йăх; йăх полсассăн, типсе каят. Лечут наговором: „Хăнча коршанкă тымаррине йăх ерет, çан чуне тин йăх ертĕр çак ачая; хăнча тал-пиçен тымаррине йăх ерет, çан чуне тин йăх йĕртĕр çак ачая; хăнча вĕтрен тымаррине йăх ерет, çан чуне тин çак ачая йăх ертĕр!“ || По одному объяснсиию, гноящийся чирей. Так же обзывают чирьястого человека, или тощую скотину, либо тощего цыпленка. СПВВ. ТМ. Йăх-çĕрнĕ çăпан (гноящийся чирей). Çăпанлă-кĕсенлĕ çынна та, таса мартан йăх, теççĕ. Тата, начар выльăх чĕпĕ тавраша çиленсен: ех йăх! теççĕ. || Болезнь лошади (сплееек?). Тюрл. Йăх лашана хол-тăрне полать; йăвăр ларсассăн, полать; вара пӳр йохат, çавна тӳрлетме хĕн. А. Турх. „Йăх пулнă лашана — что то случилось, но что — неизвестно“.

кил-йĕрĕк

домашний йĕрĕх. Пшкрт. Ĕлĕк тата çынсам кил йĕрĕкне пăтă çитернĕ. Она хуйне валли чăлан туса парса. Тата йĕрĕк çаппи тунăç чăланда; пăтă хорса, çаппи çине пăтă хормалли вырăн туса, кăтăр-катăр аркакаланă (арҕаҕаланы̆). Кĕсен-çăпан кăларат. Хорачка. Кил-йĕрĕк лаçра порăнат вăл. Она пăтă парса. Вăл кăларат çăпан-кĕсен. Ib. Тойра çисе сĕт лешки: потом, сĕт лешки çисессĕн, çинĕ чоня кĕçĕн-кĕрӳ чăмак илнĕ. Потом она ватă (βады̆) кил хоçи (ачин ашшы̆) каланă: ман пăтă çиес килет, кил-йĕрĕк туас. (Онта чӧк туса пăтăпа, пашалупа чӧк туса: тӧрленет онăн çăпаньă). Пошчуш патак çомня вăл чăмакня çыкса çакса, хыç-киле тăратса.

йĕрĕх

(jэ̆рэ̆х’), первоначально — посвящение (предмет, посвященный духу), потом — название духа, впоследствии — злого. Среди предметов, находящихся в Русском Государственном Музее, имеется несколько йĕрĕх’ов, „покровителей рода“, напр., женское изображение — кукла, сделанная из тряпок, с красной головой, в чувашском костюме («кинемей», № 1416—1); кукла «мăнакка», № 146—8); лубяной короб («ват акай йĕрĕх(ĕ)»; это название дано йĕрĕх’у потому, что он «первоначально произошел от старой девы», № 1239—180); мужское изображение — кукла из тряпочек, с длинными седыми волосами на голове и подбородке («ĕмпичче», № 1416—3); подобная ей («ĕмпичче»), № 1416—10; два грубых изображения ребенка, в виде тряпочки, свернутой в трубку и перевязанной — в одном случае синей ниткой, в- другом — ниткой и тесемкой (№ 1416—5,6), несколько безграмотно описанных йĕрĕх’ов («идолов»), под № 967 — 1, 2, 3, 4, 5. Там же есть чувашское женское поясное украшение — енчĕк (№ 968—24), род кошелька, в котором «женщины носят жертвенные деньги, когда идут на поклонение йĕрĕх’у». Искаженные чуваш. названия я исправил. Начерт. 211. Йĕрĕх — литой идол, домашний бог. Магн. М. 75, 76, 78, 80, 81, 247 и др. Т. VI. Ильух(х)а йĕрĕхĕ, Малакай йĕрĕхĕ, Ятмăрса йĕрĕх, Силевер йĕрĕхĕ, Силевер тӳрри, Кукша йĕрĕхĕ, Кукша тӳрри, Çтаппан (scr. Стапан) йĕрĕхĕ, Уçка Терентей йĕрĕхĕ! Сире юсманпала, хурпала, ăшă xĕлхепеле асăнатпăр-витĕнетпĕр; айван-ашана каçар пире. Охотн. Начнем с „ириха“. Он невидим; местопребывание имеет в лукошке, сделанном из вязовой коры и помещающемся в клети, где-нибудь в углу, на дверью, как у нас (это было) в клети. Лукошко это, впрочем, может висеть и на другом месте, напр., на стене амбара, конюшни и другого какого-нибудь строения снаружи. Ирих посылает чувашам, относящимся к нему без достаточного уважния, как я сказал, наружные болезни. Если у чувашина начинают болеть глаза или на его теле появляются нарывы, сыпь, то он — или ио своему сознанию, или по совету „юмзи“ — варит из пшеничной муки кушанье, в роде киселя, так навываемое „мимĕр“. Затем, расплавив одну свинцовую ружейную дробинку, отливает маленькую блестящую монетку. Сделав в ней маленькое отверстие, продевает через него нитку, концы которой завязываются вместе в один узел. „Мимĕр“ и монетку он несет в тот дом, где находится наказывающий его „ирих“. Кто-нибудь из семейства этого дома, по просьбе принесшего „мимĕр“ и монетку, отправляется в клеть к „ириху“, захватив с собою и „мимĕр“ и монетку. „Ириху“ он молится, чтобы тот снял болезнь с принесшего „мимĕр“. Потом делает несколько земных поклонов, часть „мимира“, со столовую ложку, кладет он в лукошко, а свивцовую монетку вешает на гвоздь, на котором висит лукошко. Остальной «мимĕр» приносится в избу и съедается членами семейства этого дома. После такого моленья чувашин в полном убеждении, что болезнь его снимается «ирихом». Все семейные в той комнате, где ирих, имели серьёзный вид и гояворили только о деле и о вещах, не касающихся нравственности и религии (siс!). Хурамал. Йĕрĕхе, çăнăхпа чуста сарса, пĕчĕк-кăна чашăк тăваççĕ, унтан кĕрпепелен пăтă тăваççĕ; ăна пĕçереççĕ вара. Унтан вара хĕрлĕ çиппеле тăхлан шăратса çакаççĕ. Унтан вара ăна кайса çакаççĕ йĕрĕх çта пур, çта асăнсан: йывăçра пулсан, йывăç турачĕ çине кайса çакаççĕ; çуртра пулсан, çурт патне кайса пăрахаççĕ, хуçисене пĕлтерсе тиекенĕ кĕлетнех кĕрсе çакат. Шаймурз. Пирĕн кивĕ кĕлетре, алăк хыçĕнче, пĕр ленкес çакăнса тăрат. Çав ленкесре йĕрĕх пур, теççĕ. Çав йĕрĕх нумаййĕшне кĕсен-çăпан кăларат, суккăр, тăват, шыçă парат, теççĕ. Çавăнпа вара ăна çулă мимĕрпе пырса чуклеççĕ е тăхлан, пырса, шаратаççĕ. Çапла тусан вара, ыратни чарăнат, теççĕ. Тата çĕнĕ кĕрӳсем, пырса, салам параççĕ. Тата салам панă чух кулсан, килĕшмест, теççĕ. Çĕнĕ кĕрӳсем салам памасан, вăсене йĕрĕх тытат, теççĕ. Тата çав ленкесе пырса тĕртĕнсен те, хĕн-хупăр парат, теççĕ. (Тут же сказано, что от йĕрĕх’а происходят и глазные болезни при чем приведены случаи заболевания). N. Якор арĕм (= арăмĕ) варĕ йĕрĕхне ак çапла çырлахтараççĕ. Онта ĕлĕк Якор арĕм вилнĕ. Çавăн вырăнче халĕ йĕрĕх пор. Вăл, онта лаша ярсан, лашана ниста та ямаç, лашана çав коккăра илсе кĕрсе вĕлерет. Ст. Чек. Йĕрĕх кĕсен-çăпан ярат. Ib. Йĕрĕхе хушпу пек тунă, нухратпа (кузов); нухрат пăрахаççĕ. В. Олг. Йĕрĕх полнă перĕн ялта ватти, отаманĕ. Ялĕпех йĕрĕх полнă, пĕри полнă отаманĕ. Она параччĕ такасам; ялти çын шăпах килет те, парат. Первей çăнăх хорат, икĕ пус окçа хорат, кĕрпе хорат, асăнса она: мана отнаккă ту, тесе, хаман ту; эп сана така паратăп, тет; халчах парăп, тет. Пасара каят, илет така, пĕр полтинник парса илет. Каран пусаччĕ, пасартан кисен. Пуссан, йĕрĕхе поççанчĕ: çăпан ан кăлар мана, суат (= сыват) çăпантан, тет. Поççапат та, ашне çиет пӳрт-ăш халăхпа; шăннине çонтарат. Вара çырлахрĕ, çăпан тохмарĕ. Лаçра хиç-кил полнă, хиç-киле тăрăхла пĕрне çакнă; пусса çисессĕн, аш татăкки яраччĕ. — Йĕрĕхе çĕмĕртĕм, пĕрĕшне туеккине исе тохрăм, виç хут çавăрса çапрăм та, икĕ пуслăх окçасам тохса карĕç, çĕр полĕ; мана ним те полмарĕ, йĕрĕх ним те туимерĕ. Ч. С. Минчет тутарса килекенсем итем-карти патне çарăнаççĕ те, пĕри ху? вун-виçĕ пус, хуть вунă пус (унта тиркев çук) укçа илет те, упăшкипе матки йĕри-тавра çав укçана çавăрса, аяккалла ывăтса ярат. Ăна вăл: пур маткипе упăшкине çакланнă тăшмансем, матки килĕн-и йĕрĕхсем, упăшки килĕн-и йĕрĕхсем çав укçапа килĕшĕр (пусть умиротворятся), тесе, пăрахат. Собр. Йĕрĕхе чӳклес пулсан, тута хĕрне кĕсен тухать, теççĕ. Чертаг. Йĕрĕх йоманĕ; унта кăр-кунне саксам туса, вот хораччĕç ташлчĕç, ĕçсе çиса. Орбаш. Икĕрчĕк, кокăрчăк ехветер вати (чит. ватти) кокăрчăк. (Йĕрĕх). N. Е тата эсĕ — çавăнта çырмара çавă йăвăç кутĕнçе йĕрĕх пур, эсĕ, çавăнта ларса, шăнă та, çавăнти йĕрĕх тытнă сана, тет. Ст. Чек. Кутна йĕрĕх тыттăр! (Брань. Еi dicitur convicii loco, qui coram aliis pedere consueverit). СТИК. Мĕн пулнă кăна, тек йĕрет? — Тем йĕрĕх тытнă-ха ăна, ан тив! (Говорят об упрямом капризнике). Eлаур. Пирĕя ялта (Йалавăрта) чӳк тунă вырăнсем икĕ тĕлте: пĕри ту çинче, тепри ял варринче. Малтанхине киремет теççĕ. Çав вырăнсенче хурамасем лараççĕ. Вăл хурамасене никам та касмаççĕ; вĕсене кассан, çын вилет, теççĕ, йĕрĕх пусат, теççĕ. СПВВ. X. Ырутаман — название (местное? — в Тетюш. у.) одного на йăрăх (йĕрĕх). Жертва. Убеи (б. Буин. у.). Хĕрт-сурта йĕрĕх патăмăр. Макка 234°. Унтан тата, çак эпĕ çырнисене пурне те туса пĕтерсессĕн, тата йĕрĕх тăваççĕ. Ăна ак мĕншĕн тăваççĕ: е куç пăсăлнăшăн, е çăпан-кĕсен тухнăран, е тата юхана ерсессĕн,тăваççĕ. Ăна ак çапла тăваççĕ: пĕçереççĕ икерчĕ пăр(т)а(к)кă тăхлан шăратаççĕ те, вăсене çав йĕрĕх вырăнне кайса тăкаççĕ; ăна вара: икерчĕ лартрăмăр, теççĕ. Хăш-хăш чухне, пит хĕн-асапа кайсассăн, така та пусаççĕ. Ib. 222°. Йĕрĕх çукки кĕрсен, ăна пĕрпысăк тиркĕпе сăра ĕçтереççĕ. (Вирĕм). Хурамал. Йĕрĕх лартни. || Болезнь. Яргуньк. Авалхи çынсен йĕрĕх ятлă чир пулнă. Вăл чире ак епле чире каланă (siс!): е çăпан, е кĕç(= кĕçĕ), е шăтан-юхан ерсен: йĕрĕх тытрĕ, тесе, йĕрĕхе, чӳкленĕ, тенĕ. См. Рекеев. II, 3, III, 6; Золотн. 150; Мильк. 22, Мészáros 24—27, 113, 118, 149.

йĕрĕх укçи

монеты брошеyные в жертву йĕрĕх. Т. VI. Йĕрĕх укçине е нухратне илcессĕн, çăпан тухат, теççĕ.

ватă

(вады̆) или ват, старый, старинный, древний, ветхий. Ч. П. Ват, ват инке, ват пуçтарма тухсамăр. Яргуньк. Шăтан-юхан ерсен, йĕрĕх валли нимĕр пĕçерсе: ват аки (см. йĕрĕх), тытрăн-турăн пулсан, çырлах, тесе, хурама пĕрне-шне пĕр кашăк нимĕр янă. N. Çӳлте турă, çĕрте патша, сире кĕл-тăватпăр лайăх чĕлхе-çăварăмпа, таса чунăмпа, ырă кăмăлăмпа. Ырăлăх-сывлăх патăр, лайăх çынпа паллашма патăр; ватсене курсан, пичче темелле пултăр; çамрăксене курсан, шăллăм темелле пултăр; карчăка курсан, асанне темелле пултăр; çамрăк хĕрсене курсан, йăмăк темелле пултăр. Ача-пăчаллă пулччăр; ватăлса, шурă çуçлĕ пулаччен пурăнччăр. (Хĕве хупнă чух пиллени). Çăварни. Кам пĕрре усала вĕреннĕ, ват йăлапа çак сăмахсене итлесшĕн мар, вăл пĕлсе тăтăр... Ө. Никиф. Ват сăн çапнă (постарела лицом). Сред. Юм. Ват çăка е хорама котне «тôла тохсан», кота çăпан тохать, тет. (Народн. поверье). К.-Кушки. Эпир ăна илнĕ чухнех вăл ват лашаччĕ. Мы купили эту лошадь старою. N. † Ват тура пек какамай (т. е. кокамай), ыр кон-çолне халала (= халалла). Регули 715. Çав çын; ватăрах-хи, чăваш. Тот, постарше — чувашин. Сл. Кузьм. 63. Ватти — ватă мар, çамрăкки — çамрăк мар. Собр. Тăрсамăр, ачасем! амаш ватти килет, тет те, хыптарать те çунтарать. || Старость. Орау. Ваттăм çитрĕ-çке ĕнтĕ! Пришла моя старость! Ватту çитнĕ (твоя). Ватти çитнĕ (его). Бугулъм. † Выльсам-и, тантăш, ай, кулсам-и, çамрăк пуççу ватта юличчен. Альш. Ватта хирĕç кая пуçларăмăр ĕнтĕ (приближаемся к старости). Орау. Стариккин те ватти çитнĕ те, кушак пек кăмака тăрнчен (çинчен) анмаçть. Шурăм-п. № 25. Куккукĕ тĕрĕс каласа паманнине ватăрахпа (на старости лет) кураççĕ те, ăна ĕненми пулаççĕ. Г. Т. Тимоф. Ватă енне кайсан, çын ытларах калаçакан пулать çав. Senectus natura loquacior. Орау. Ватă енелле карăмăр ĕнтĕ (или: сулăнтăмăр). Ib. Ваттăм çитнĕ-çке ĕнтĕ манăн. Ядр. † Çавă Шăмат хĕрĕсене эпир илсе килмесен, ватта юлас сасси пур. || Старик, старуха, старики, старые люди. РЖС. Ватă ăна каланă. Старик сказал ему. Чăвашсем 4. Ватта курсан, чыслă тĕл пулса, чыслă иртсе кайтăр (по-желание ребенку в молитве). Альш. † Çакă килте пĕр ватă, ан калăрсам йывăр сăмахăра. П. И. Орл. Ватă хисепне кĕнĕ. Вступил в разряд пожилых (гов. о женатых, хотя и мододых). N. Ватта пăхан выçă çӳремен, утта (т. е. ута) пăхан çурран çӳремен, тет. Собр. † Ыраш шăркана ларнă чухне çара алпа ярса тытмарăм; яш пĕве кайнă чухне ватта ятран каламарăм. БВ. Ута пăхакан çуран çӳремен, ватта пăхакан выçă çӳремен. СПВВ. Ватăсем = стариксем. Альш. Авал ялти-йышри ĕçе ватă шухăшласа, ватă туса тăнă.

э

(э произн. протяжно), восклицание, имеющее различные значения; нередко соотв. русскому «а». К. С. Э, аплаç-ха вăл! эп ăна пĕлмен те. — Э, кĕсел-ĕç-ха вăл! — Э, алла ӳккĕрĕн! (попался!). Орау. Эккей çанталăкĕ, э! Какая погода-то, а! Чăвйп. Яккăвĕ каланă: э... апла, пулсан, пымастăп (не пойду), пĕтетĕп! Хыв. 1906, № 31-2. Э, мĕн калам сире: иккĕшне те вунă уйăх тулса вунпĕрмĕшне анчах кайрĕ; вăл виçĕм кун çӳçĕсене ӳт çумĕнченех илсе ячĕ; пăхсан, кулса та ямалла, ачисене те шел. Н. Карм. Э (угроза), эсир хĕр илме килтĕр-и? сана хĕр парам эпĕ; хĕр хутаççа! тенĕ. Сред. Юм. Э, хайхи-çке о сан! (говорят о чем нибудь давно известном, когда о нем припомннают). Орау. Çăвăр-ха, э? Умывайтесь, а? (с вопросительной интонацией на «е»). Еванг. Чиркĕве пăсса, виçĕ кунта туса лартаканскер! Сред. Юм. Э.... эппин о полсарĕ-хл о! тин аса плтĕм. Да, оказывается, это он был, я только сейчас вспомнил. Янш.-Норв. Ватти вара: э, укçана час пырса пăрах, атту тата кăларатпăр (чирей)! тесе, çăпан чăмăрта пуçларĕ, тет, пек. (Из рассказа чувашина о тӳркĕлли, видениом во сне). Хып. 1906, 7. Э, ав епле-ха вăл! Ашшĕ-амăшне. Вăл каланă: е! манăн илтелесе пурăнмалла-и-халĕ ăна? ...тенĕ. Альш. Карчăкĕ хытă кăшкăрать, тет: старик, çиме тăр! тет. Старикки: э... юрĕ, тет. N. Э, ман хыçран пĕр çын пырать! тесе калать, тет. Регули, 545. Э (ее), халь те, вăлсен вăл хорăнташ полать. Верно! он в самом деле им родственник. Ч. С. Э! эсĕ ху лашу куртăн (счел за...) пулĕ ăна ачашлама; э! ху лашу мар-и? теççĕ. Чăвап. Леш каланă: э!.. эсĕ мана укçа мĕшĕн патăн-ха? Эсĕ аван шухăшпа çӳретĕн иккен!

ыр-хаяр

(х̚аjар), назв. духов. Аттик. Çĕрле çӳрекен ыр-хаяр, кăнтăрла çӳрекен ыр-хаяр, çакна ĕççе-çисе кайтăр. (Из наговора против «лăп-лап). Цив. Е... ха... мĕн!!! ыр-хаяр çакланнă-çке-мĕн сана! (Из записи А. Етрухина «Чăваш чирĕ», 2) Следующий отрывок взят из не оконченной рукописи М. В. Шевле «Авалхи чăваш ялисем» (1907 г.). Авалхи чăвашсем, Христос тĕнне кĕнĕ пулин те, хăйсен тĕнне хытă тытнă, ăна халĕрех-çих пăрахнă. Авалхи чăвашсем ĕненнĕ тăрăх пĕрех турă пулман, вĕсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăршар турă пулнă. Вĕсем пурте пĕртан пулман, первайхи ушкăнрисем аслисем пулнă, иккĕмĕш ушкăнрисем кĕçĕнтереххисем, виççĕмĕш ушкăнрисем тата кĕçнерехисем пулнă, такки çапа еречĕпе пынă. Тăта кашни ушкăнра уйрăм асли пулнă, ун хыçĕнчен кĕçнерехисем пулнă. Çапа ĕнтĕ пирĕн авалхи чăвашсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăр турă, мĕн пурĕ 81 турă. Вĕсен хушшинче аслисем, кĕçнисем пулнине астусан, вĕсем 81-те турă пулман пулмалла, вĕсен хушшинчен нăмайĕшĕ святой пеккисем, ангел пеккисем-çих пулнă пулмалла, анчах ĕлĕкхи вавашсем вĕсене пурне те пĕрле турăсем тенĕрен, эпир те турăсем тейĕпĕр. Кашни туррăн хăй пăхса тăракан япала пулнă: Акă вĕсем: 1) Таса пĕр турă, пуринчен асли. 2) Пӳлĕхçе, пĕр турăран кĕçни. З) Тур-Амĕш. 4) Пихампар, пĕтĕм çынсене пĕлсе тăракани. 5) Хĕрлĕ-Çыр пĕртак пурнарахпа Св. Николая пĕлтернĕ, ĕлĕк тем тăвакан пулнă, паллă мар. 6) Çĕр-Йыш. 7) Çĕр-Ашшĕ. 8) Çĕр-амĕш. 9) Çĕр Сулу, çĕре сулса парсан илекени. Кама та пулин çиленсен, илĕ вăрççан, таса çĕрте вăрçнине каçар, манан (siс!) ан шыра, çавăнтан кайса шыра тесе тухса çăнăх вĕçтернĕ. Иккĕмĕш ушкăнĕ. 1) Ывăл-хĕр çуратакая турă. 2) Ывăл-хĕр çуратакан амĕш. З) Ывăл-хĕр çуратаканăн Пӳлĕхçи, тоже пĕлсе тăракани. 4) Хунхаççи (так и в черновике рукописи), ӳсен япаласене хуяаттаракани пулнă пулмалла. 5) Хумхаççи, хумхантарса лартакани. 6) Вĕри хĕвелтен сыхлакани. 7) Çил-ашшĕ. 8) Çил-амĕш. 9) Тăвăл çил çӳретекени. Виççмĕш ушкăн. 1) Тыр-пул çуратакан турă. 2) Тыр-пул çуратакан амĕш. 3) Тыр-пул çуратакан Пӳлĕхçи. 4) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан турă. 5) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан амĕш. 6) Выльăх-чĕрлĕх çуратаканăн Пӳлĕхçи. 7) Вĕлле хурт çур такан турă. 8) Вĕлле хурт çуратакан амĕш. 9) Пӳлĕхçи. Тăваттăмĕш ушкăн. 1) Хăмла хăпартакан турă. 2) Хусанта аслă алăкра выртакан ырă. З) Сĕвере выртакан ырă. 4) Шупашкарта выртакан ырă. 5) Аслă (илĕ кив) киремет. 6) Аслă Киремет Ашшĕ. 7) Аслă киремет Амĕш. 8) Аслă киремет хаярĕ. 9) Тӳр-кĕлли. Хусанти, Сĕвери, Шупашкартн ырă, тесе, святой ӳчĕсене каланă пуль. Киремет тесе çынна тытса хутлакан турра каланă, вăл пит усал пулнă, ăна тул çăнăхĕнчен сарçупа çăрса юсман туса панă. Киремет хаярĕ, киремечĕ хушсан, пырса хутлакани пулнă. Тӳр-кĕлли тоже çавăн майли пулнă. Пиллекĕмĕш ушкăн. 1) Çĕнĕ киремет. 2) Çĕнĕ киремет ашшĕ. З) Çĕнĕ киремет амĕш. 4) Çĕнĕ киремет хаярĕ. 5) Çил çунач. 6) Çил хаяр. 7) Хĕвел ашшĕ. 8) Хĕвел амĕш. 9) Хĕвел çунач. Улттăмăш ушкăн. 1) Çĕр-шу кĕтен. 2) Уй пăхакан. З) Шыв вăтăш. 4) Итем сыхчи. 5) Хĕрт-Сурт. 6) Турă умĕнче çӳрекен. 7) Хĕрлĕ-Çыр ырри. 8) Кĕлĕ алăк умĕнче тăракан. 9) Кĕлĕ алăк уçакан. Çиччĕмĕш ушкăн. Ку ушкăнта таврари ырăсене асăннă, çавăнпа эп кунта хамăр таврари ырăсене çырап. 1) Хыçалти Аслă ырă. 2) Юнсарти ырă. 3) Шултрари ырй. 4) Уй пуçĕнчи ырă. 5) Кив масар. Кив масар тесе Йĕршер панчи, тĕне кĕмен чăвашсене чикнĕ масара калаç. Вăл масар халь те пур, унта вилнĕ çын тăпри çине лартнă тем пысăкĕш чулсем халь те мăкланса выртаç. Çав чулсем айне тухатакан çынсем, çӳçсем, кĕпе çухисем вăрттăн касса, тата урăх япаласем те пуçтарса кайса чикеç, теççĕ юмăç карчăксем. Таврари ырăсем тесе вак-твек турăсене каланă. Вĕсене парне памасăр юраман, вĕсем парне памасан çулта-йĕрте вĕсен тĕлĕнчен иртсе кайнă чух хăратса çынна чирлетме пултарнă, парне ларакана тĕрлĕ усалтан сыхланă. 6) Аслă-Вупкăн, выльăхсене пăхса тăнă. 7) Арçӳри. 8) яхăх (ярăх?), кĕсен-çăпан кăларакани пулнă, ăна воздушный (хĕрлĕ пилĕклĕ) пренĕк пăрахнă, хĕш-чух çуршар, чĕрĕкшер пуслăхсем или нухратсем парахнă. 9) Турă-Сулу, турра сулса панине илекен. Саккăрăмĕш ушкăн. 1) Чĕлпĕр тытакан. 2) Итем перекечĕ. З) Уй перекечĕ. 4) Перекет амĕш. 5) Перекет ашшĕ. 6) Перекет паракан. 7) Шултра алапа шыв ăсса килекен. Чӳк тума хур или путек пуснă. Пусас япалана малтан шыв сапса силлентернĕ, силленет пулсан, Ырă ăна пахил илнине, силленмес пулсан, пахил илменине пĕлтернĕ. Силлентерме сапакан шыва Шултра-алапа шыв ăсакани илсе пынă. 8) Тăваççи. 9) Тăтхаççи. Ку кайранхи ик ырă мĕн тăваканисем пулнине юмăç карчăксем те пĕлмеç. Тăххăрăмĕш ушкăн. Ку ушкăнти турăсем мĕн-мĕн ятлисене, вĕсем мĕн япаласене пăхса тăнисене пĕлекен çынна эп ку таранччĕн тĕл пулман-ха, çавăнпа вĕсем çинчен нимех те калама пуятараймастăп. Хам шухăшпа ку ушкăнта тĕрлĕ лăп-лапсене, кăçта килчĕ унта, пахчасенче-мĕнте пулнă йăрăхсене, киреметсене, ар-çӳрисене, ячĕсене каласа асăннă пуль, теп. Авалхи чăвашсен праçниксем те хальхисем пулман. Мун-кун та аслă кĕçнерни кун пулнă. Кашни эрнере вĕсен пĕр праçник пулнă эрне кун, хальхи вырсарни кун вырăнне. Тата чӳксем пулнă. Ак вĕсем: Тăхăр хуран, Çӳлти кĕлĕ, Вăрăм пăтă, Çич кас масарпе аснакан чӳк, Çĕнĕ-тыр-пул чӳкĕ, Хĕрт-сурт пăтти, Сăра чӳк, Вупкăн çӳк, Çăмăр чӳк. Авалхи чăвашсен хальхи поптавраш вырăнне кашни ялта, тĕрлĕ чӳк йĕркисене пĕлекен çын пулнă, ăна чăваш мулли тенĕ. Чăваш мулли ахал, çынах пулнă, ăна никам та суйламан, кам кĕлĕ-йĕркисене лайăхрах пĕлнĕ, çав мулла пулнă. Мулларан урăх, кĕлĕ йĕркисене пĕлекени юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем çын чирлесен чӳксем тунă, арçӳрисене çакăр тураса пăрахнă, тухса киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр пĕр япала илнĕ. Чӳк тунă чух малтан алăка уççа, алăк'' патнелле пахса пĕтĕм турра асăннă. Мулла, калпакне хул-айне хĕстерсе, аллинче çимĕç тытса тăнă, унпа пĕрле ыттисем те хĕш чухне мĕн çимĕс те пулин тытса тăнă. Алăк патнелле пăхса кĕл туса пĕтерсен тин тур кĕтессинелле пăхса сăх сăхнă, унччен сăх сăхман.

Олма вути

aristolochia clematitis. Ягудар. IЬ. Олма вути варсăр полсан çаççĕ. Хирĕç вăрăнсан та çаççĕ. IЬ. Олма вути çулчине, çăпан тухсан, çăпана çĕртме хураççĕ. Олма вутине вар ыратнинчен çияççĕ. Анненк. Олма вути, aristolochia clematitis, злая трава, кутяшьи ягоды. Яблоко земное.

улмалути çулçи

назв. растения. Рак., Кайсар. № 60. Улма-лути çулçи. Вăрманта çырма е лачака таврашĕнче ӳсет. Ăш хытса кайсан, çак курăка та вĕретсе ĕçеççĕ. Çăпан тухсан, çулçине çу сĕрсе çыпăçтараççĕ. Ăш ыратнăран улмине те çиеççĕ.

урпа

орпа, ячмень. Б. 13. Урпа утмăл кунта кĕрекене ларать, теççĕ. Ч. П. Уйра ларан урпа. N. † Ултă лаша кӳлсе, уя тухакан, урпа сăрисене çав ĕçет. Вишн. 64. Урпа ярса, вĕретнĕ шыв. Щ. С. Урпа çăнăхне салмалах çăнах тесе калаççĕ. Юрк. † Урпанăн сăрисем, ай, капăклă, Ф. Тимоф. Анкартине кайса, ан вучах хăми çине пĕр уçă урпа акас пулать. Унтан, пĕр чăнмесĕр, выртса çывăрас пулать. Вара урпа акакана тĕлĕкре арăм пуласси урпа вырма тăратса каять. Сред. Юм. Ôрпа йôн-тымарта ларать. Орпан пôлса çитеччин малтан кашни пĕрчине хĕрлĕ сăн кĕрет, ăна вара йонтамарланнă теççĕ. || Ячмень на глазу. Н. Седяк. Урпа пытанмалла вылянă чух пăхнăран пулать, теççĕ. Урпа куçа тухать, ăна урпапа, тăххăртан пуçласа, кутăн суса пăрахаççĕ. N. Урпа вăл çăпан пак тухать, ăна вара урпапа сăваççĕ. Изамб. Т. Куçа урпа тухсан, урпапа сăваççĕ. N. Урпа тухать, болезнь на глазу. Пшкрт. Коз’а орβа токры̆.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

выскочить

глаг. сов.
1. сиксе тух, персе тух, ыткăнса тух; пробка выскочила из бутылки пăкă кĕленчерен персе тухрĕ
2. 1 и 2 л. не употр. (син. возникнуть, появиться) сиксе тух, тухса лар; выскочил фурункул çăпан тухса ларчĕ
3. 1 и 2 л. не употр. (син. выпасть) тухса ӳк; выскочил зубец из граблей кĕрепле шăлĕ тухса ӳкнĕ

нарыв

сущ.муж. (син. гнойник)
пӳрлĕ шыçă, çăпан, шăтан-юхан; тело в нарывах шăтан-юханлă ӳт-пӳ

язва

сущ.жен. (син. рана)
суран, çăпан, шăтан-юхан; язва зажила суран тӳрленчĕ ♦ язвы общества обществăри çитменлĕхсем; сибирская язва Çĕпĕр суранĕ (ерекен чир); язва желудка хырăмлăх çĕрни

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

чирей

çăпан; чирей прорвался çăпан шăтрĕ; вскочил чирей çăпан тухрĕ.

фурункул

çăпан.

болячка

çăпан-суран.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

выскочить

сов. 1. (выпрыгнуть) сик, сиксе тух; выскочить в окно чӳречерен сик; выскочить из-за кустов тĕм хыçĕнчен сиксе тух; 2. разг. (быстро выбежать) чупса (е сиксе, вирхĕнсе) тух; 3. разг. (неожиданно появиться, образоваться) тух, тухса лар, сиксе тух; чирей выскочил çăпан тухрĕ; 4. разг. (выпасть) тухса ӳк; выскочить из кармана кĕсъерен тухса ӳк; выскочить из головы (или из памяти) манăçа тух, пуçрăн тухса ӳк; выскочить замуж васкаса качча тух; качча сиксе тух.

карбункул

м. мед. çăпан, ӳпне çăпан.

каша

ж. 1. пăтă; 2. перен. (полужидкая масса) çăрăлчăк; бетонная каша бетон растворĕ; 3. перен. (путаница) арăш-пирĕш, йĕркесĕрлĕх; ◇ берёзовая каша хурăн хуллипе çаптарни; каша в голове пуçра анкă-минкĕ; каша во рту чĕлхи çине çăпан тухнă (уçăмлă калаçайман çын çинчен); заварить кашу пăтă пĕçер; заварилась каша пăтăрмах пуçланчĕ; расхлёбывать кашу вĕçне-хĕрне шыра, майлаштарса яр; каши не сваришь с кем-л. унпа ĕç тăваймăн; мало каши ел тăвар сахалтарах çинĕ, хурапа шурра уйăрсах илеймест-ха; сапоги (или ботинки) каши просят аттин (е пушмакĕн) çăварĕ карăлнă.

наплыв

м. 1. по гл. наплыть; 2. (на копытах) шыса (выльăх чĕрни çинчи); (на дереве) çăпан (йывăç çинчи); 3. перен. пырса (е килсе) тулни; наплыв заявлений в вузы аслă шкулсене заявленисем пырса тулни.

нарыв

м. шыçă, çăпан.

нарывной

прйл.: нарывной пластырь çăпан (е шыçă) пластырĕ.

прорваться

сов. 1. (разорваться) çурăл, çĕтĕл, татăл, шăт, çурăлса (е çĕтĕлсе, татăлса) кай; рукав прорвался çанă шăтнă; 2. (лопнуть) çĕрсе (е шăтса) юх, шăт; нарыв прорвался çăпан шăтса юхнă; 3. (от напора воды) татăл, татăлса кай, шăт (пĕве); 4. (проложить себе путь; пробиться) татса (е çĕмĕрсе, шăтарса) кĕр, кĕрсе кай татса (е çĕмĕрсе, шăтарса) тух; 5. перен. (проявитьсяо чувстве) тулса кай, тапса тух (силе, чăтăм, хуйхă).

фурункул

м. мед. çăпан.

фурункулёз

м. мед. çăпан чирĕ.

чирей

м. разг. çăпан.

шрам

м. çĕвĕк, çĕвĕ (çăпан е суран вырăнĕ).

язык

м. 1. (орган) чĕлхе; пробовать на язык чĕлхе тĕксе пăх; 2. перен. (способность говорить) чĕлхе, калаçу, калаçни; дерзкий на язык чăрсăр чĕлхеллĕ, чăрсăр калаçать; острый на язык çивĕч чĕлхеллĕ; дать волю языку чĕлхене вĕçертсе яр; 3. (мн. языки) чĕлхе; русский язык вырăс чĕлхи; говорить на иностранном языке ют чĕлхепе калаç; 4. (разновидность речи) чĕлхе; литературный язык литература чĕлхи; разговорный язык калаçу чĕлхи; 5. разг. (пленный) чĕлхе; привести языка чĕлхе илсе кил; 6. перен. (что-л., имеющее удлинённую форму) чĕлхе; языки пламени вут чĕлхисем; ◇ суконный язык кăнттам чĕлхе; язык без костей у кого-л. чĕлхен чаракĕ çук; язык на плече у кого-л. хăшкăлса çитнĕ; как только язык повернулся чĕлхи мĕнле çаврăнчĕ-ши (мĕн те пулин калама); язык не повернётся чĕлхе çаврăнмасть (калама); язык прилип к гортани чĕлхе типсе ларчĕ; язык развязался чĕлхе уçăлчĕ; язык хорошо подвешен чĕлхи яка калаçать; язык чешется чĕлхи кĕçтет (калаçас килнипе); держать язык за зубами чĕлхӳне çырт; найти общий язык пĕр чĕлхе туп; придержать язык чĕлхӳне чар; проглотить язык чĕлхӳне çăтса ярăн (тутлă пулнипе); распустить язык нумай калаç, ытлашши калаç; болтать языком сӳпĕлтет, палка; дёрнуло за язык персе яр, кала хур; вертится на языке чĕлхе çинчех (аса илеймен чух); говорить на разных языках пĕрне пĕри ан ăнлан; не сходить с языка см. сходить; быть у всех на языке пур çынна калаçтар; сорвалось с языка тухса (е вĕçерĕнсе) кай (сăмахкалас темен çĕртенех); типун на язык чĕлхи çĕтĕлесчĕ, чĕлхи çине çăпан тухасчĕ; злые языки павра чĕлхесем (çын çинчен).

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

çăпан

«чирей», «нарыв», «фурункул»; АФТ чибӓн, азерб., тур. чибан, туркм. чыбан, уйг. чипкан, узб. чипкон, кирг. чыпкан, тат. чуан, алт. В чыйыкан, башк. сикан, казах., ног. шыйкан, к. калп. шикан «чирей»; ср. монг. чипкан то же.

Этимологи словарĕ (1996)

пар

I железа.

Производные формы: çу парĕ сало во внутренностях животного; çăпан парĕ воспаление соответствующей железы при появлении чирия (Ашм. Сл. IX, 102).
Тюркские соответствия: тур., тар., ачаг. бäз железа, опухоль, желвак; сухожилие (тар.); чаг. мäз железа (Радл. Сл. IV, 1631, 2110); тат. биз, башк. биҙ железа; тат. май бизе, башк. май биҙе железа сальная.
Монгольские формы: калм., бур. бер затвердение на теле (от ударов) (Номинханов. Доклад, 9).
См. Егоров ЭСЧЯ, 142; Федотов МЭСЧЯ, 79.

Çавăн пекех пăхăр:

Çăпал çăпала çăпала конти çăпала пĕрни « çăпан » çăпан амăшĕ çăпан вырăнĕ çăпан парĕ çăпан патши çăпан тымарĕ

çăпан
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150