Шырав: çĕвĕ

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

йĕп

игольный
çĕвĕ йĕппи — швейная игла
йĕппе çип — иголка с ниткой
йĕп çăрти — игольное ушко
йĕп куçĕ — игольное ушко
Йĕппе пусă чав. — погов. Рыть иглой колодец. (соотв. Носить воду решетом).

мастерской

мастерская
атă-пушмак мастерскойĕ — сапожная мастерская
слесарь мастерскойĕ — слесарная мастерская
çĕвĕ мастерскойĕ — швейная мастерская
ӳкерӳçĕ мастерскойĕ — мастерская художника
куçса çӳрекен юсав мастерскойĕ — передвижная мастерская

машина

машинный
кĕпе çумалли машина — стиральная машина
çĕвĕ машини — швейная машина
шутлакан машина — счетно-решающая машина
ялхуçалăх машинисем — сельскохозяйственные машины
машина пайĕсем — детали машин
машина çăвĕ — машинное масло
машина тăвакан завод — машиностроительный завод
машинăна ĕçе (хута) яр — привести машину в действие

сĕркеле

2.
смазывать, мазать небрежно, кое-как
çĕвĕ машинине сĕркеленçи çеç тунă — швейную машину смазали кое-как

сӳтĕл

3.
пороться, распарываться, идти по шву
ку çĕвĕ сӳтĕлмест — этот шов не порвется
сӳтĕлсе кай —
1) распуститься, расплестись
2) развернуться, раскрыться
3) распороться, пойти по шву

чуптар

5.
строчить
çĕвĕ машинипе чуптарса тух — прострочить, прошить на швейной машине

çĕвĕ

1.
шов, стежка, строчка
шултра çĕвĕ — крупная стежка
çĕвĕ сӳтĕлнĕ (кайнă) — шов распустился
çĕвĕрен сӳтĕл — лопнуть по шву
çĕввине яр — распустить шов
çĕвви тăрăх сӳт — пороть по шву
Саплăкĕ пур та çĕвви çук. (Ула ĕне). — загадка Заплатки есть, а швов нет. (Пестрая корова).

çĕвĕ

2.
рубец, шрам, след (от раны)
суран çĕвви — рубец от раны
хĕç çĕвви — шрам от сабли
çĕвĕ тытăннă — рана зарубцевалась

çĕвĕ

3.
швейное дело, портняжное ремесло

çĕвĕ

швейный, пошивочный, портняжный
çĕвĕ кружокĕ — швейный кружок
çĕвĕ мастерскойĕ — пошивочная мастерская
çĕвĕ машини — швейная машина
çĕвĕ хапрăкĕ — швейная фабрика
çĕвĕ çĕле — шить (одежду)
çĕвĕ çĕлекен — швейник
çĕвĕре çӳре — портняжничать

çĕвĕ

4. тех.
шов
шăратнă çĕвĕ — сварной шов

çур

2.
пороть, распарывать
çурса яр — распороть
çĕвĕ тăрăх çур — пороть по шву

кай

13.
распускаться, рваться
кĕпе çĕвĕ тăрăх кайнă — рубашка пошла по шву

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

кай

отправляться, идти, ехать, уйти, уехать; атте ватăлса кайнă – отец состарился; кайăк вĕçсе кайнă – птица улетела; пӳрт çунса кайрĕ – изба сгорела; йытă уранса кайнă – собака взбесилась; йытса кайрĕ – унес; путса кайнă – утонул; пăвăнса кайнă удавился; çĕрсе кай – сгнить; тухса кай – уходить; çĕвĕ кайать – шитво идет; хĕрсем пĕве кайнă чух – когда подросли; тухрĕ-кайрĕ вăрмана – вышел в лес; кайса кил – сходить; кайнăран вара – со времен ухода; кайасунта килесӳнте ырă çул пултăр – пусть будет тебе добрый путь в твоих поездках; хулана каймаллинчен епĕ хăрамастăп – я не боюсь того, что приходится ехать в город.

80 стр.

çĕвĕ

шов.

191 стр.

çĕле

шить; заниматься портняжничеством; çĕвĕ – шов, рубец.

191 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çӳ

(с’ӳ), шов, рубец. В. Олг., Пшкрт. См. çĕвĕ.

çĕве

(с’э̆вэ,) молоко, поставленное на квашение, чтобы оно свернулось. Трхбл. Çĕвене яр = тăпăрчă пулма яр. Çĕве шывĕ, сыворотка. Тăпăрчă шывĕ. Сред. Юм. Тип тытнă чохне сĕте ниçта хорса вырнаçтарма аптрап та эпĕ, çĕве ярап (= чăхăт тăвап, т. е. делаю сырцы). Ib. Сĕт пит нăмай та, чăхăт тăвас тесе, çĕве ятăм-ха (сделала творог). Н. Седяк. Çĕвĕ — тăпăрчă тума лартнă сĕт.

çĕви тăршшĕ

вышивка по бокам женской рубахи, вдоль швов. Чура-к. ЩС. Çĕви тăрăш, вышивка вдоль женской. рубашки. См. çĕвĕ тăршшĕ.

çĕвĕ

(с’э̆вэ̆), шов. Ау 389. Шур çăмартан çĕвви çук, тет. (Лашан мăйраки çук, тет). || Прошивка? Юрк. † Уки пулмин, çĕвви пур (у „улача кĕпе“). || N. Лавкка тăрăнчи листине çĕвви шултăра ан тийĕр. || Портняжное ремесло. Альш. Хăйсен вĕсем ялан та пирĕн ялта çĕвере (портняжничают). В. С. Разум. КЧП. Майтан (майданский) вырăс юрла-юрла çĕвĕ çĕлесе ларать (сидит и шьет). || Шрам, рубец (каснинчен-мĕнтен юлни). V.S.

çĕвĕ тăршшĕ

вышивка вдоль швов. Микушк. Çĕвĕ тăршши, узор на женской рубашке?

çĕвĕк

рубец, шрам. Слеп. Алла касрăм та, çĕвĕк (у др. çĕвĕ) йолнă.

çĕле

(с’э̆л’э), шить. См. çĕвĕ. Кан. Çĕленине туртса татап. Скотолеч. 21. Çĕленĕ чухне çипне чиксе туртмассерен тӳлес пулать, йăвă çĕлеме (узлом завязывать) юрамасть, çур вершукра пĕре анчах чиксе туртас пулать. Ib. Суранне (рану) çĕлесе лартас (зашить) пулать. Сред. Юм. Çĕвĕçсĕм çĕлеме пуçлаччин малтан çип тортса тохаççĕ (смётывают на живую нитку). Г. А. Отрыв. Вĕсене (пуговицы) сылтăм аркă çумне çĕлесе лартнă (пришили). N. Туттăрĕ çине (у покойницы) çамки тĕлне виçĕ кĕмĕл укçа çĕлесе хураççĕ (пришивают). Хурамал. Сутуçă вара таканана çурса çĕлесе панă та, уншăн тата укçа илнĕ. Кан. Юçаса çĕлесе лартрăм та, ӳссе çитсен чипер çынах пулать ĕнтĕ вăл.

хĕл кунĕ

зимний день, зимняя пора, зима. Баран. 90. Çӳлте (в горах) хĕл кунне те курăн. Ib. 152. Хĕл кунĕнче те вĕсен таварне пухса çӳрекен темĕн чухлĕ. Зимою очень многие скупают их товар (продукты охоты). Ib. 81. Вăрмансенче хĕл кунĕ анчах ĕçлеççĕ. Ib. 157. Хăшĕ-хăшĕ хĕл кунсенче ютра çĕвĕ çĕлесе çӳреççĕ, кăçатă пусаççĕ. N. Шыв пуçтарăнса килнипе сивĕ хĕл кунсенче шăнса ларнă пăрсем хăпарса килеççĕ.

хĕр мими

девичья помочь. Изамб. Т. Çураçнă хĕр хăйĕн ăратнинчи хĕрсене пухса хĕр мими тăват. Усем ăна тĕрлĕ çĕвĕ çĕлесе пулăшаççĕ.

шуйтан

шойтан, чорт, дьявол, нечистый дух. См. шуйттан. N. Чĕрĕ шуйтан çав. Настоящий чорт. N. Чăн малтан шуйтан çурисем тухрĕç, тет те, çисе карĕç, тет. Яргуньк. Хăйсен ачисем шыва кĕреççĕ те, ишме пĕлмесĕр шывах путаççĕ. Кайран хĕрарăмсем пыраççĕ те: шуйтан туртса кĕртрĕ пуль, тесе калаççĕ вара. Альш. В общем шуйтансем шывра пуранаççĕ. Тип çĕрте сахалтарах, но за то вăл хаяртарах. (Авалхи çынсем çапла тĕшмĕшленнĕ). Коракыш. Сикĕн, сикĕн, шуйтан пак, симĕс курăк сухан пак. (Кантăр). Н. Лебеж. Чиркӳ тăрăллă, шуйтан чĕрнеллĕ. (Пяçен). || Брань. Орау. Шуйтан! — так обзывают человека. N. Шуйтан çуратнăскер! Чĕлкаш 13. Шуйтан патне кай! — терĕ. N. Шуйтан аслашшĕ, шуйтан хунешшĕ, шуйтан кинемĕш, шуйтан хунемĕш! (бранные выражения). N. Шуйтан питеки! Ваçăхакансем 27. Тата мĕн шуйтан пуçĕ çитмест сире! Н. Чукалы. Илсе пырсан, Якурка пит савăннипе кăшкăрать: Эй, арăм, шуйтан пуçĕ тутлă пулас, кас халĕ часрах. Ачач 77. Хĕрарăм-манах вăрă пулнă епнин. Ах, шуйтанĕ! тесе çухăрса ярать çĕвĕ сасă. Ib. Мĕн шуйтанне вăл териех пысăк çылăх тунă пулĕ эпĕр? Юрк. Ун чухне те пĕр шуйтанĕ хĕтĕртнипе анчах авланса ямарăм-и! Регули 1323. Шойтанран илес çок! Хорачка. Е, шойтан! Шу шойтанĕ!

шăтăк

щель, отверстие, дыра; нора, берлога. Капк. Алăка питĕрнĕ. Ăçтан кĕме пултарĕ-ха? — Шăтакран.— Мăн чĕрчун кĕмелĕх шăтăк пулсассăн, пирĕн хваттер сивĕ пулĕччĕ. Сивĕ мар-çке! А.-п. й. 68. Кĕлет алăк айĕнчи кушак шăтăкĕнчен шăвăнса кĕчĕ, тет те, шалалла, çăвăх ырçи ăшне кĕрсе ларчĕ, тет. N. Ман кутăм çап-çутă. (Кĕмĕл шăтăкĕ). N. Кăмака шăтăкĕ, печурка. Орау. Манăн халь те пыр шăтăкĕ тулчĕ ĕнтĕ, урăх анмасть. Мне уж в глотку не лезет. N. Çанă шăтăкĕ, пройма. N. Вал шăтăкĕ, вĕрен шăтăкĕсем, вĕт кĕрпе шăтăкĕ, кĕрпе сăмсипе хывăх шăтăкĕ, кĕрпе çăнăхĕ шăтăкĕ, кĕрпе шăтăкĕсем, çил шăтăкĕ, çу ямалли шăтăк, вăта çĕрти чул шăтăкĕ, хывăх шăтăк, шултăра кĕрпе шăтăк — кашта шăтăкĕ, шăрт шăтăкĕ. Якейк. Çĕлен шăтăка çимен конче кĕрет. Оп. ис. ч. 1. Ку шăтăк çĕлен пурăнаканскерех-ха. Это, смотри, змеиная нора. А.-п. й. 61. Çĕлен-калтасем, ниçта кайса кĕреймесĕр, ăçта шăтăк пур, çавăнта кĕре-кĕре пытанаççĕ. Ib. 14. Акă пĕррехинче вăл хăй шăтăкĕнчен тухрĕ те, кама та пулин хирĕç пулмăп-и-ха тесе, вăрманпала утса çӳрет. Ib. 19. Ула йытă малтанах хăйĕн çĕвĕ тусне упа шăтăкĕ патне ертсе кайрĕ. Лап-к. Çитсен кашкăр шăтăк турĕ, тет, сат картине. А.-п. й. 34. Аякрах та мар пыракан тилĕ вăшт! анчах чăмать пĕр шăтăка. Ib. Пăхаççĕ: сăвăр шăтăкĕ. Пуçлаççĕ хайхисем чавалама çак шăтăка. 93 çул 80. Ăна хăма çине хунă, пуçне мăй таран шăтăк ăшне чикнĕ. Могонин. Çырмасене, шывсене, шăтăксене, тăвайккисене усал илнĕ. N. Витĕр-витĕр темиçе шатăк пулса пĕтрĕ. Янтик. Шăтăк аяла аннăçеммĕн тăвăрланать, çӳлелле ухнăçеммĕн (= улăхнă çемĕн) аслăланать. П.-Пинерь. Шухăшламасăр: тарăн шăтăка тухăп, тесе, ан сик. Н. Лебеж. Шалçине лартрăм, шăтăкне туртса илтĕм. (Загадка). N. Çӳлте те шăтăк, тĕпĕнче те шăтăк, варринче вут. (Сăмавар). Орау. Ку шăтăка тултарса тӳрлетĕр. Заровняйте яму. Ib. 37. Пырать пĕр хăмăр тилĕ йăпăртатса вăрманпа. Ун çулĕ çине сунарçă шăтăк алтса хунă пулнă. А.-п. и. 77. Пĕр йăвăç тĕмĕ айне пысăк шăтăк алтрĕ те, арчана тĕртсе йăвантарса ячĕ. Выкопал яму под одним деревом и скатил в нее сундук с нуждой. Орау. Нушникĕн шăтăкĕ питĕрĕннĕ те, çӳлтен юхса анакан шыв аялти хутри хăваттирсене тухса пĕтĕмпе шыва янă. || Могила. ТХКА 73. Анне мана: ачам, эпĕ вилеп, ман шăтăк çинчи тăпрана пырса тӳрлет вара эсĕ, тет. КВИ. Вилнисене пуçтарчĕç. Шăтăк чавма тытăнчĕç. В. Олг. Шăтăк алтма каятăп. ЧС. Çутăлсан вара хăшне шăтăк алтма ячĕç, хăшĕ тупăк тума тытăнчĕç. || „Преисподняя“. Кан. Шăтăк тĕпне анса каях хăвăн кавалериюпа. В. Олг. Таста шăтăкра порăнат вăл. N. Укçасăр манăн çта шăтăка каяс-и? Ск. и пред. чув. 46. Ăçта шăтăка тарчĕ Микита. Юрк. Пĕчĕкçĕ кăна пуркăм пурччĕ, илсе кĕрсен акă çакăнта хурсаттăм, таçта шăтăка çухалчĕ. || N. Малти шăтăк. || Ямочки при игре в шар. СТИК. || СТИК. Ку укçа шăтăксене саплама та сахал, эсĕ пуйрăн тесе тăратăн. Шăтăка саплас тени парăма тӳлес тени пулать. || Дырявый. Каша. Шăтăк-шăтăк шăналăк, шăна кĕмин — лайăхчĕ. ЧП. Шăтăк кимĕ килет. Юрк. Çĕнĕ сăмавара шăтăк сăмавар тетĕн, ак кунтан тултар. Ск. и пред. чув. 77. Каларĕ вăл еррипе карчăк енне çаврăнса: çамки шăтăк — хупăнмĕ, чĕри татăк — сыпăнмĕ. || Переносно — с изъяном, глуповат. N. Он тăрри шăтăк. Капк. Шăтăк тӳпеллисем пирĕн ĕмĕре çитеççĕ-ха. N. Унăн хăлхи шăтăк (глуховат). Ала 30. Çакă ял çулĕ шăтăклă, çул шăтăкне пĕлмерĕмĕр, хĕрĕ шăтăкне пĕлтĕмĕр. || Кружева. Начерт. 203., Шибач., Икково. КС. Шăтăк илтĕм. См. шăтăкла.

пул

пол, быть существовать, делаться, совершаться, становиться, превратиться. Регули. 579. Ку япала полмасчĕ паян, эп она турăм. Ib. 582. Полман (туман) полсан, кирлĕ мар. Ib. 89. Вăл ĕç поласси такçан полать. N. † Ырă çын ывăлĕ-хĕрĕ пулам-и, ырă çын умне тăрса юрлам-и. С. Мокш. † Сăвăрсан тулă пулмастăп-ши? Шухăшласан ырă çын ачи пулмастăп-ши? Сред. Юм. Каç полса килет. День клонится к вечеру. Ib. Каç полса пырать. Ib. Санран та япала пôлаймарĕ ĕнтĕ. И из тебя ничего путного не вышло. Ст. Шаймурз. † Пирĕн аттен турă лаши, çула тухсан пырас пек. Ib. Шурăлă-кăваклă килет — çăвайинччĕ шурă юр пулса, калпакне тăхăнса хĕр пулса, килейинччĕ савнă тус пулса. Якейк. † Полас, полас, поласах, çак ял кĕрӳш поласах, полас мар-тăк, порнас мар, çак ял хĕрпе калаçас мар N. † Е пулайăп, е пулаймăп, сире урăх кураймăп. N. Никамăн та унта пăр пулман, вĕсен пулнă. Кругом ни у кого не было льда, а у них был. N. Пушă пулмарĕ, тата нумай хăваласа тухнă пулăттăм! N. Унта шыв пулмалла. Кан. Ара ку хамăр сурăх пулмаре вĕт! Пĕтрĕмĕр!.. N. Паян çăмăр пулĕ тен. Сегодня пожалуй будет дождь. Виçĕ пус. 22. Вĕсен чечекĕ лĕпĕш майлă пулнă пирки лĕпĕшкурăксем теççĕ. Ib. Нумайĕшĕ тата вĕсенчен вăрăм тымарлă пулать. Б.-Яуши. † Сиксе пырса чуп тума, инке чипер пулинччĕ. Кан. Кунта темиçе çĕр купа пулас утă сая кайса выртать. Сунт. Лисук пултăн-и-ха эсĕ? Паллаймарăм. Орау. Паян мĕн кун пулчĕ-ха, атсемĕр. N. Çырнă çырнах пултăр ĕнтĕ. Ау 294. † Çĕр-çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăка çавăрат, ĕмĕр пулсан çаврăнăпăр, хĕвел пек çутăлса. К.-Кушки. Кăвак лаша пулманни турă лашана вăй килет, тăван атте пулманни тăван аннене вăй килет. Собр. † Улача кĕпе пулас пулсан, тăхăнмăттăм эпĕ шурă кĕпе. N. † Кĕмĕл çĕрĕ пулĕ, пысăк пулмĕ, вăта пурнене чух юрĕ; пирĕн тăван пулĕ, пысăк пулмĕ, кĕреке умĕнче ют пулмĕ. Тим.-к. Окçини улах пулнă тет, варли пырса кĕнĕ, тет, шурă хĕрĕлли чашкипе мăйăр лартса панă, тет. Календ. 1903. Хăш чухне уйăх çĕрпе хĕвел хушшине пулать те, хĕвеле пиртен хуплать. N. Ах, эсĕ е сивĕ, е вĕри пулсанччĕ. Регули 268. Вăл онта полмин лайăхчĕ. Ib. 390. Эп тарçă полăп. Ку манăн полĕ. Ib. 393. Эп сумар пулăп. Эп пĕччен полăп онта. Ib. 398. Эс килтĕн он чох, вăлсам вăрманта полнă он чох. Ib. 571. Эп те вăлсампа онта полтăм. Ib. 397. Хăнча ман окçа полĕ, ончох кил. Ib. 678. Он чохне татни полĕ. Ib. 352. Он чохне татса хонă полĕ. Тогда уж будет нарублено и сложено. Ib. 353. Эс онта пырсассăн, пĕтернĕ полĕ. Когда ты туда придешь, (уже) будет кончено. Изамб. Т. Унтан е аллă, е утмăл пулĕ, теççĕ. N. Ман тĕлĕшрен пăртак та пулин кăмăллă пулăрах. Якейк. Э-эй, эс ĕçсех начарланса карн-çке (= кайрăн-çке), порнăçна пĕтертĕн-çке! — Полăпăрин тата. Сала 80°. † Вăштăр-вăштăр çил верет, карта айĕнчен вĕрет вăл; мăкăр-мăкăр сăмахсем, пирĕн çинчен пулать вăл. N. Сылтăм пит — çăмарти кĕçĕтни коласса полать. Цив. † Çӳлти акăш çуначĕ чухрах пулĕ пуласса; пире çырнă ачасем чухрах пулĕ пуласса. N. Сирĕн аçу-апу полĕ? || В качестве вспомог. гл. Юрк. Ку вырăн пулат-и? Разве это усадебное место? (т. е. это дрянное место и не годится для житья). Ib. Епле çук пулат?.. Пур! Кунта сĕтел çине килсе ларт, тет. Ib. Пĕр пусси кăна пур (только есть колодец на усадьбе). Шыва таçтан аякран тултармалла мар. Шыв пирки никампа вăрçма пулас çук пек туйăнат. В. С. Разум. КЧП. Хресчен пулмалла пулас пулсан, пире нумай çĕр ĕçлемелли япаласем кирлĕ пулать. Если нам придется крестьянствовать, то нужно будет приобрести немало земледельческих орудий. Регули 324. Он чохне эп килте çок полатăп (у др. килте пулмастăп). Ib. 394. Эс кам конта? — Эп тарçă полатăп конти. Тăв. 50. Вĕрентĕр, пирĕн пек суккăр пулнин ырри çук-çке. Коракыш. Вара арăм шухашланă: ку ахаль çын пулмарĕç (это не простой человек), тенĕ. В. С. Разум. КЧП. Вăл та ĕçлĕ пулса ларать. || Бывать. Баран. 133. Мĕнле шыв пулать. || Происходить. Баран. 134. Çил мĕнтен пулать? || Быть возможным, осуществиться, совершиться, приходиться. Юрк. Пулĕ те çав. Возможно, что это и так. В. С. Разум. КЧП. Пасар ытла пысăках мар, утса тухма пулех (пройти вполне возможно). N. Çук, пулмас пуль. (Отказ исполнить просьбу). N. Манăн сана курасси урăх те пулать, те пулаймасть. Регули 362. Онта ĕçме полĕ квас. Там можно будет попить квасу. Ib. 363. Ыттине тума полмĕ, кона тума полĕ. Прочего сделать нельзя, а это можно. N. † Çăварни çитмеç терĕмĕр: çитрĕ, полчĕ, иртрĕ поль, сисмесĕрех йолт(ă)мăр поль. Коракыш. Пулмаçтех (это невозможно)! тесе каларĕ, тет. Изамб. Т. Ачасем! капла пулмаст, эпир кĕтӳ йĕри-тавра саланар. N. Паян та кайса пулмарĕ (не пришлось итти). N. Санăн киле килмеле полмĕ-ши? Юрк. Карачăмĕ киле таврăнасшăн мар. Малашне те çапла вырăнтах слушит туса пурăнма пулат (возможно будет). Ib. † Шыв варринчи юпа çинче вĕçен-кайăк юрлат-çке. Элле пулас, элле пулмас, тутлă ăйхăм юлат-çке. Шугур. Мана вăл ялта ӳсме пулмарĕ (не пришлось). Ст. Чек. Ăна курса пулмарĕ (не пришлось). Ib. Эх, курса пулмарĕ ăна. N. Вăрман нумайччĕ, юпасем те килĕшсе çӳренĕччĕ, çурт тăвас тенĕччĕ, çĕвĕ вырăна куçса пулмарĕ иккен. Сред. Юм. Санран полать-и вара она тăвасси! Тебе ли это сделать! N. Окçасăр порăнма полать. Турх. † Çак тусăмсем умне пĕр тăрсассăн, куççӳл тăкăнмасăр пулаймĕ. Хурамал. Сиртен пулать-и! Вам ли это сделать. N. Касса хонă йоманне тĕнĕл тума полмарĕ. Орау. Мĕнле пурнас пулать апла? Как же это можно жить так? М. Чолл. Сантан илсе тухма пулаймас, хамăн кĕрес пуль. Орау. Вăл хута пама кăшт пулăшакан пулсан, илме пулать те, пулăшакан çук. || Иногда передается по-русски: быть нужным. Регули 373. Энер онăн килес полатчĕ. Ib. 1426. Онăн ир килес полатчĕ, вăл хальте çок. Ib. 374. Кона конта исе килес полмасчĕ, эсĕр конта исе килтĕр. Орау. Ман та паян чей ĕçмелле пулать (приходится пить чай). ЧС. Çынсем сĕт-турăх çийĕç ĕнтĕ, эпир вĕсен куçĕсенчен пăхас пулат (смотреть на них или просить у них). || Родиться. Юрк. Малтан авланнă ывăлийĕн ачисем те пула пуçлаççĕ. || Уродиться. Чхейп. Акнă тырă çине вăхăтра çăмăр çуса шӳтермесен, пулас тырах пулмаçть. ТХКА 85. Шураçăн, пулнă çулсем, тырă лайăх пулать. Альш. Утă пулнă çул питĕ аван пулать (там). Бюрганский. Вăл йăлана пăрахсан, пире пит йывăр пулмалла, теççĕ, — тырă-пулă пулми пулĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчемĕ (из рассказа о прошлом). || Поспевать. Якейк. Паломми полма пуçлать (начинает поспевать). Хурамал. Тулă пула пуçласан, тилĕпе упа кайнă тулă патне. Якейк. Ах, ман сӳс лайăх полнă. Он сӳсĕ полиман-ха. Ib. Сӳсе, полса çитсен, шура (= шывра) выртарма йорамаçть, çĕрсе каять. В. С. Разум. КЧП. Улмийĕсем йывăç çинчен пула-пула тăкăнаççĕ. N. Ыраш пулаймасан, пырăп-и тен; ыраш пулсан (если поспеет), пырасси пулмас. Баран. 154. Кунта ӳссе пулнă йĕтĕн пит хака çӳрет. || Зачитываться. N. Пĕр тенки тепĕр уйăхшăн пултăр. || Быть готовым. Орау. Пирĕн хуттăрсем пулнă-и? — Çук-ха, юнкуна тин пулаççĕ (будут готовы на среду, в среду). Ib. Пери-пĕри япала тӳрлетсе пĕтерсен, тепри ăна кĕтекенни: пулчи? тесе ыйтать. N. Вара мăн-кĕрӳ, виçĕ тапхăрччен кайса, çамрăксан (молодых) алăкĕнчен таккать, çапла каласа: пулчи? Тесе. Орау. Сăмавар пулман халь (не готов, не на столе). Ала 21. Иван, эсĕ пĕре те ан хăра, пĕр хăрамасăр вырт та çăвăр, эсĕ тăнă çĕре карап пулĕ (будет готов), тенĕ, тет. Йӳç. такăнт. 14. Ну, çитет сире паян! Чарăнăр!.. Карчăк, пулчи санăн? Ib. 15. Ман пулнă. Манăн пулчĕ. С.-Устье. Паян пулчĕ, ыран пулчĕ, туй тума вĕрем çитрĕ, тет. || Деваться. Халапсем. Манăн вара пурттăм ăçта пулчĕ (куда делся)? Н. Карм. Шăппăр таста пулнă (не знаю, куда, делась метла), урай шăлма; витере-тĕк (если в конюшне), илсе кил-ха. || Очутиться. Якейк. Пĕре ора шуса кайсанах, çырма тĕпĕнче полăн (полмалла). N. Хăйсем ялĕ таçта ту айне пулса, курăнми пулса юлат. || Казаться. N. Вĕсем мана пĕтĕмпех пĕлмен çынсем пек пулчĕç. || Оказаться. Абыз. Виç валем пек пуçĕ пулчĕ, улт купа пек кĕлетки пулч (у убитого змея). Регули 585. Ку лайăх полчĕ она. || Доставаться. Янтик. † Ах, йыснаçăм Якку пур, сана пулас хĕр марччĕ, такçтан телей çавăрчĕ. (Свад. п.). N. † Ир те пулат, каç та пулат, каçа хирĕç çил пулат; ик хура куç сана пулат, килсе курсан мĕн пулат. Лашм. Сан пекки мана тата пулĕ, ман пекки сана урăх пулас çук. Якейк. Ман виç тенкĕ окçа онах (санах) полчĕ. || Попасть в наказание. Якейк. Полчĕ ĕнтĕ коншăн мана. Достанется мне за это. Регули 587. Сана полатчĕ те, эс килимарăн. КС. Полать сана мантан! Попадет тебе от меня. || Удаваться. Ст. Айб. Выльăх-чĕрĕлĕх пăхмасăр пулмасть, теççĕ. (Послов.). N. Мункуна киле таврăнасшăнччĕ те, пулмарĕ (не удалось). Кубня. † Анкарти хыçĕнче тилĕ юртать, хуса кӳртсе пулмĕ-ши? Пулмарĕ пуль çав хуса кӳртесси (не удалось, видно). Ау 64°. Эх, пулмарĕ иккен! Не удалось! N. Сире курасси пулмасть пулĕ? (не удастся). || Сбыться. Чăв. й. пур. 19. Ăна çав ашшĕ калани чăнах пулнă (сбывалось над ним). || Случиться, совершиться. Актай. Ту-ту ула ут, çула пулса вилми ут, ту хăпарса ăвăнми ут. (Кăткă). Альш. Ывăлĕ хăранипе каласа хурать, тет, старастана улĕм мĕн пулмасса (сообщает на всякий случай старосте, предупреждая, кабы чего не случилось). Регули 590. Халь йăвăр çолсам полчĕç (килчĕç). Букв. 1904. Темĕн, ачам, пурте чăн-ши вара вăл унта, терĕ. Çак ялта акă иртнĕ хĕлле чăнах та пуласса та пулчĕ ун пекки. Юрк. Лешсем те темĕн пулчĕ-тĕр, тесе, хăраса пӳртрен хăшĕ турчăка, хăшĕ ухват йăтса тухса, ăна: сана мĕн пулчĕ? тесе ыйтса пĕлеççĕ. || Быть занятым. Алших. † Тек авăнпа пулас мар, паранкă кăлармасăр юлас мар. || Притворяться, делать вид. Панклеи. Ачу (сын твой) килнĕ çĕре эсĕ чирлĕ пулса вырт (притворись больною). N. Лешĕ мĕн те пулин вăрланă пулать. Тот делает вид, что украл (в игре). Регули 171. Эп те ĕçленĕ пек полам. Ib. 335. Эп тытнă полтăм. Ib. 336. Вăлсам çине кала, вăлсам тытнă полччĕр, эпĕр мар. Ib. 361. Эп çакна тума полам. Ib. 360. Конпа çирĕм лаша вăрланă полам. || Обещать, обязаться. Юрк. Унта çынсене хăйпе кĕрешме чĕнет, хăйне çĕнекен çынна çирĕм пилĕк тенкĕ тӳлеме пулат. Альш. Вăрçĕччĕ, вăрçма юрамаст, мĕшĕн тесен вĕсем варçмасса пулнă. N. Пама пулнă. || Хотеть. N. Каясшăн пулнă. М. Карач. Вĕренсе тухсан, эпĕ пит вĕренме каясшĕн пулнă, вĕрентекен те пит парасшĕнчĕ. Çамр. Хресч. Мĕн тĕрлĕ эпĕ сана ярасшăн пулмарăм, çапах та эсĕ мана итлемерĕн. Как ни старался я удержать тебя (дома), но ты меня не послушался. || Истопиться. Городище. Мунча пулнă. Баня истопилась. Сред. Юм. Мунча пôлнă. Баня истоплена, готова (можно итти париться). Ст. Семёнк. Кăмака пулнă. Печка прогорела. || Coire. Городище. Эп Ванюкпа пулман. || Употребляется в чувашизмах. П.-Сорм. Унччен те пулмарĕ, тет, тимĕрç-лаççи патне çитрĕ, тет, çав çĕленех. Йӳç. такăнт. 52. Эпĕ çитеччен те пулмарĕ (не успел я подоспеть), вăл тăвар кисиппипе янклаттарса та хучĕ. Ала. Çавă ача пӳрте кĕрсессĕнех, пушăтне пăрахаччен те пулман, ачана çапнă та ӳкернĕ. Юрк. Вăл эпĕ çапла каличчен те пулмарĕ, кĕнеке аллинчех тытса тăнă. Эпĕ ăна сăнаман та. Эпĕ çапла каласанах, вăл мана вулама кĕнеке пачĕ. Ib. Ăна пулсан, тăванĕсем, ял çыннисем, пурте начар çынсем пулнă. N. Эпир пулсан, пĕр пус та ярас çук. Мы на его месте не послали бы ни одной копейки. Якейк. Иван полса Иван мантан колать. На что Иван, и тот надо мною смеется. Сенчук. † Ай-хай куккамçăм, инкеçĕм, чăнах пулмалипе пулнă иккен. СТИК. Ĕнтĕ эсĕ ачупах пултăн! Ты там все возишься с ребенком! Ну уж ты спаслась там со своим ребенком. БАБ. Хайхи хушпусене: мĕн пулсан пулат (будь что будет), пытарса хутăм. Ib. Мĕн пулсан та пулат (что будет, то будет), эпĕ те юмăç каланă тăрăх туса пăхам-ха. Пшкрт. Мĕн полсан полат, тавай кĕрсе пăхăпăр. Хĕн-хур. Мĕн пулсан та пулĕ (что будет), сик: ура хуçăлнине тӳсĕн, вутра çунниех мар. Янш.-Норв. Хайхине, мĕн пулин пулат тесе, пĕтем вăйăмпа: уççах! тесе кăшкăрса ятăм (крикнул на волка, который крался к вутăш'у). Ib. Унăн пек хĕр эпĕ кун чуллĕ пулнăранпа та курман (очень хороша). Сред. Юм. Пиччĕш пôлмин, ашшĕ пôлтăр. Для меня не брат, будь хоть отец (все равно). Ала 12. Малалла вара ватă хуçанăн унпа пырасси-тăвасси пулман, тет. Толст. Санран çĕлесси пулмĕ. Не сумеешь шить. Шурăм-п. Мана: çакăнта лар-ха! тесси пулмарĕ. Сёт-к. Пĕр тапрансан полмĕ-ха вăл йоласси. Когда примемся за работу, то уж не будем оставаться дома (из-за незначительного дождя). N. Ырана валли çак стихотворение вĕреннĕ пултăр (вĕренсе хунă пултăр)! У меня, чтобы к завтрашнему дню выучить это стихотворение. Регули 1505. Эп хам тума пĕлместĕп полсан, вăл мана вĕренттĕрччĕ. Ib. 365. Çапла тăвăр, мана тытмалла полтăр. Ib. 442. Тытса полсан, исе кил. Ib. 443. Ман атти килнĕ полсан, сан пата ярăп. Ib. 448. Сумар полнă полин, мĕн ĕç? Ib. 457. Вăл корнă полсан, çиленнĕ полĕ. С.-Устье. Çавнашкал (такой-то) салтак килсен, укçа илнĕ ан пултăр (чтобы с него не брать). Альш. † Илтнĕ пулăр хĕр-çынсем: çулла каяс ан пулăр. Регули. 310. Эп онта порнатăп полсан, халь ман пата килĕччĕ. N. Порăннă полнă, тет, пĕр ялта пĕр карчăкпа старик. N. Санăн ачу вилмен пулнă, вăл сиве шăнса вилнĕ пек хытса кайнă пулнă, халĕ пӳртре ăшăнчĕ те, авă сывалчĕ.

пӳкĕмлĕ çĕвĕ

шов с рубцом. Сред. Юм. Кĕпе арки пӳкĕмлĕ çĕвĕ, кĕпе çани вĕçĕ пукĕмлĕ çĕвĕ.

вырт

(вырт), дежать, ложиться; развалиться. Альш. Этемсем выртайнă ун чухне (только что улеглись). N. Выртнă, развалился напр., на кресле. Пшкрт. Пошар чоня (= чухне) перĕн пӧрт çонасран аранак выртсолччă (выртсол’чы̆, т. е. выртса йолчĕ). В пожар наша изба едва устояла. Юрк. Çын выртат: месерле, ӳпĕне, хăяккăн, пĕшкĕнсе, каçăрăлса, авăнса, хупланса, тăсăлса. Изамб. Т. Хĕнени çитмен, тата выртма (в кутузку) янă (его). Конст. чăв. Хай манăн инкесем выртса макăра пуçларĕç. Сред. Юм. Выртакан çын ори орлă каçсан, выртаканни пĕчиккĕ полать, тет. (Народн. поверье). Орау. Асаннӳ выртнă (один раз или много раз) вырăна (постель) тула кăларса пăрахăр. N. Кайса ӳкрĕ те, каçченех выртрĕ вара (до ночи лежал). N. Выртрăм-выртрăм, аран выртса кантăм. Лежал, лежал — на силу отлежался. N. Выртрĕ те, хускалмарĕ вара каçченех. Удегся, и до самой ночи не пошевельнулся. N. Выртрĕ те, ик сехет хушши выртрĕ. N. Пĕр выртсан, тахăçанчченех (очень долго) выртат вара. Ст. Шаймурз. † Çуктăр ун çумĕнче выртакан. Альш. Тимĕрçĕ хытăрах итлет те, ача сасси тĕлне сирсе пăхат, тет. Акă пĕр çамрăк ача тапалалса йĕрсе вырта парат, тет. Учите детей. Çăмăллансанах, эрнесĕр (раньше недели) ĕçе пикенес пулмасть, выртарах тăрас (полежать подольше) пулать. Пазух. Çĕвĕçĕсем çĕвĕ, ай, çĕлеççĕ, çĕввисем çине выртса макăраççĕ; çĕвĕçсем мĕншĕн макăраççĕ? — çиелти арки кĕске пулнăран. Ядр. Пăлаки хӳхре ларнă чух Ахванаç выртса макăрчĕ, Мари, тăрса, сăх-сăхрĕ. Хыпар № 8, 1906. Çав канавăн аяккисем чалăшла ӳпĕнерех выртнăран шăшисем капан енелле те каçаймаççĕ, каялла та капанран тухаймаççĕ. || Ночевать. N. Выртма яратни, килемей? Пустишь ли, бабушка, ночевать? Ала 54. Вара эпĕ вĕсем çапла чарнăран: кусем хăйсемпе пĕр(ле) выртма исе каяççĕ пуль, тесе шухăшларăм. Ib. Кунта хăш тĕлте выртма пулĕ-ши? Изамб. Т. Пирĕн те пӳрт ирккĕн те, выртсан, вырт (если хочешь, ночуй). КС. Тен хăш чухне выртмаллах та килĕп-ха. Ib. Тен, выртмалла килсе, çĕр каçа-каçах та кайăп-ха. || Лечь спать. Орау. Çĕрĕк (вечер) час выртрăн-и (лег спать)? Пĕр вун сахатра (часов в 10) выртрăм пулĕ те, час çывăрса кайимарăм (или: çывримарăм). || В перен. см. N. Анчах унăн суту-илӳ тума чĕри пĕрте выртман (не лежало). Ч. П. Юлашки яшка çиекенĕн чĕри епле выртать-ши? Сред. Юм. Ăш выртмас. Не спокойно на душе. || Лежать в постели (о больном). Б Олг. Выртмăллах выртат-и? Он совсем болен? О сохр. здор. Ку чирпе чирленĕ чух ачасем пит йывăр выртаççĕ (оспой). Орау. Выртмаллах тунă. Избили до того, что не встает, хворает. || Лежать (в географ. см.). Гаас тăвĕнчен çур-çĕр енче выртакан Ефрем тăвĕ. Янорс. Шупашкар тепĕр айăккинке шыв та вăрман анчах выртать. || В соед. с нар. ахальозн. «бездействовать». Юрк. Килтисене, ахаль выртиччен, кирпĕç тума хушат. || Соire. Орау. Эп хĕр-арăмпа выртса курман (выртса пăхман). || Чăв. й. пур. 19. Паттăрăн пуçĕ выртнă, тараканăн йĕрĕ выртнă. Храбрец сложил голову, а трус проложил след (т. е. спасся бегством; срв. русск. посл. «не красён бег, да здоров»). || В см. вспомог. гл. Ч. С. Вăл, икĕ эрне чирлесе выртсассăн, вилчĕ. Ч. С. Ни шалалла кĕреймесĕр, ни тулалла тухаймасăр чӳрече виттĕр виçĕ кунччен пăхса выртнă (заколдованный колдун). Юрк. Çула тертленсе ĕçленнине хĕлле кула-кула çисе выртат. Орау. Пӳртре шыв виçĕ кунччен кӳленсе выртрĕ (или: тăчĕ). N. Пиçсе çитнĕ вăхăтра ыраш тинĕсри хум пек хумханса выртать. Кан. 1927, № 212. Эрех савăчĕ иртнĕ хĕлччен ним ĕç тума юрăхсăр ишĕлсе выртрĕ. Яргунък. Кайсан-кайсан, тата уйĕпех çунса выртакан вут тĕмине тĕл пулчĕ (он). Собр. Мулла пынă çĕре ача каллех чул катăкĕ пулса выртнă (обратился в камень), тет. Альш. Вăрри (вор) кăпăл-капăл вилсе выртнă (умер скоропостижно) Йӳç. такăнт. 18. Пӳлĕхçи темшĕн чуна илеймерĕ çаплах. Карчăк, вăн, вилчĕ те выртрĕ (вон моя жена умерла, и конец). Хыпар № 33, 1906. Пурте (улпутсем) хресчен ĕçĕнчен мĕнле-те-пулсан пысăкрах пай çаклатас тесе сыхласа, астуса выртаççĕ. Сказки и пред. чув. 29. Хăй пĕрен вăл çырманăн пĕр енне сарăлса выртнă (раскинулось) пысăкăшĕпе (о селении). О сохр. здор. Эмел сĕрсе е ĕçсе анчах выртаççĕ.

вупăр

вопăр, назв. злого духа. Срв. тат. убы̆р, русск. упырь. Н. Седяк. Вупăр — вутлă усал сывлăш. Янш.-Норв. Чăвашсем тата: çынсем хушинче вупăр пурăнать, тесе ĕненеççĕ. Вупăра пуласса пĕтĕмпех сӳл ли кайнă карчăк пулать, теççĕ. Старуха, желающая стать вуцăр’ом, входила голая в баню, оставив крест наруже (тул енне хывса хăварса). Там не заранее заготовляет для нее воду, в двенадцатнведерной кадке, на которую он плюет 12 раз («сурса») и 12 раз купается в ней. Потом он велит старухе 12 раз погрузиться («кĕрсе тухма») в эту воду со словами: «Вырăс йăс туррине пăрахатăп, вĕсене пăхăнмастăп». Затем он велит ей «мунча лапки çине (выртса) çывăрма» (заснуть). Во время сна иесемучат ее, между прочим, çынна епле пусмаллине (давить) etc. Ib. Вăл (старуха, ставшая вупăр’ом), хăйне кам çилентерет, ăна часах ерсе пусма тапратать, тет. Тата вăл уйăх çуттинче хăй тарса хăтăлаймасан, уйăха çисе ярать, тет те, тĕттĕм çĕрте çичас куçран çухалать, тет. Вăл, уйăха çисе ярсан, çынна питĕ çыпăçать, тет, пĕр-те-пĕр вăл çаклансассăн, çын вара урăлаймасть, тет; ăна çаплах пусса начарлатса вĕлерет, тет. Çынна пусни ăна хăй упăшкипе пурăннă пекех туйăнать, тет. Собр. Вупăр ватă карчăках пулат, тет. Çавă ватă карчăк, вупăр пулсан, уйăха çисе ярат, тет те, вара çынна пусма каят, тет. Çав вупăр уйăха çинине çын курсан, чӳрече çине кĕл сапсанах, уйăха çиме пăрахат, тет. Вупăр çынна пуснă чухне çын чисти вилнĕ пекех пулат, тет; вăхăт çитмесĕр темĕн чухлĕ тăратсан та, тăмас, тет. Вупăр çынна пусма кайнă чухнĕ, çын çывăрсан, кушак пулса, малти чӳречерен кĕрет, тет. Пĕрре çав вупăра, çын çывăрсан, малти чӳречене уçса, сыхланă, тет. Сыхласан-сыхласан, хай вупăр, кушак пулса, пӳрте кĕрех кайрĕ, тет. Хай вупăра, кĕрсенех, чӳречене хупрĕç, тет те, хăй(хăйă) çутса, шыра пуçларĕç, тет. Çав вупăр тану (= давно) пукан пулса выртнă, тет. Пукана çапрĕç, тет те, минтер пулса выртрĕ, тет; минтере хĕнесен, калах кушак пулчĕ тет; кушака хĕнесен, ватă карчăк пулчĕ, тет; вара питне ниепле те кăтармас, тет. Ăна вара тула кăларса ярсан, хайхине — ну, йытă пĕсĕрлентере пуçларĕ, тет! Хай вупăр кушак пулчĕ, тет те, куçран прех çухалчĕ, тет. СПВВ. ИА. Вупăр пусмасăр çын иртмес, теççĕ. Питушк. Вопăр — çынна пăсакан. Тюрл. Вопăр посрĕ (кошмар). Ч. С. Виçĕм-кун каç уйăха вупăр çирĕ (было лунное затмение). Чуратч. Чăвашсем вупăра: сысна пек, теççĕ, пӳрнисем çыннăн пек. Вăл, каç пулсан, çынсем çывăрма выртсан, пĕр-пĕр çын патне пырса, унăн çине улăхса выртать. Çапла вунăр выртнине чăвашсем «вупăр пусни» теççĕ. Вупăр, пуснă чух, пӳрнисене çын çăварне чиксе ярат, вара çав çыннăн ни кăçкăрма сасси пĕтет, ни сиккеленмелле мар пулать. М. П. Петр. Вупăр — чудовище, которому приписываются враждебные действия против солнца. Изамб. Т. Çĕрле вупăр пусат. Вупăр пуссан, качи-пӳрнене сиккелеттермелле, ул вара каят. Вупăр хĕвеле, уйăха çиет, теççĕ; ун чухне сеник (= сенĕк) юппине çурмалла, вупăр вара каят. Нюш-к. Уйăх кĕш уяртса пăхнă чухнех çĕтсен, уйăха вупăр çиет пулать вара. Макка 228. Вупăр вăл ак мĕнле: унăн хулайĕ пĕтĕмпех витрех шăтăк; чăвашсем унтан пит хăраççĕ, особенно пĕчĕк(к)ĕрех ачасем; вăл вупăр тата уйăха çиме пултарать, теççĕ чăвашсем. Çав вупăр, уйăха çиме улăхнă чухне, шур пуç юççи (на лутошку) утланса: ну-ну-ну-ну-ну-ну! тесе, вăл улăхать, теççĕ; вăхăтĕнче уйăха çиять, теççĕ. Микушк. Чăвашсем, хĕлле пулсан, çĕрле нумай лараççĕ. Хĕр-арăмсем кĕнчеле авăрласа лараççĕ, арçынсем тĕрлĕ ĕç тăваççĕ: е çăпата, е çĕвĕ çĕлеççĕ. Çапла пĕр çуртра çĕрле ĕçлесе ларнă, тет, пĕр карчăк анчах çывăрат, тет. Ларсан, ларсан ку карчăк тапратрĕ, тет, мĕкĕрме. Пурте шарта сикрĕç, тет. Нумай та мĕкĕрмерĕ, тет, вăранчĕ, тет. — Ара мĕн пулчĕ сана? тесе ыйтрĕç, тет, ларакансем. — Пĕр мăнтăр, пысăк арăм, пычĕ пек, ман çия упаленсе выртрĕ пек, тесе каларĕ, тет. Пĕри вара лараканнисенчен: шăтăк шăхăрччăр, тесе каларĕ, тет. Апла каласан, вупăр тухаймаст, тет. Çавăнпа пурте шыра пуçларĕç, тет. Шырасан-шырасан, пĕри курах карĕ, тет: кăмакара, кушак пулнă, тет те, кĕтесре ларат, тет. Кушака тытрĕç, тет те, çĕçĕ илсе: пусатпăр, тесе, камне калама хушнă, тет. Кушак каламаст, тет. Вара, пусма тăрсан тин каланă, тет. Кӳршĕ арăмĕ пулчĕ, тет те: ан пусăр, тесе йăлăна пуçларĕ, тет. Вара вăл арăма шăрса ярассен хĕнерĕç, тет. Темĕн чухлĕ укçа илчĕç, тет. Çавăнтан кайран, тин пăрахрĕ, тет, кӳршĕ арăмĕ вупăр пулса çӳреме (siс!). Чертаг. Вупăр çынă (о деревьях; иначе: паталлă) — поврежденное дерево. Антик. Вупăр çинĕ. (Так говорят, если на тесте в продолжение ночи остаются какие-нибудь следы). Юç. такăнт. 10. Чарăн çак мăкăртатма. Мĕн, вупăр пек, пĕрмай янаххуна вылятан? (т. е. бормочешь). См. Рекеев II, 4.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

игла

сущ.жен., множ. иглы
1. йĕп; швейная игла çĕвĕ йĕппи; игла шприца шприц йĕппи
2. йĕп, лăсă йĕппи; иглы сосны хыр йĕпписем
3. йĕп, шăрт; иглы ежа чĕрĕп йĕпписем; иглы ерша кăртăш шăрчĕ

машина

сущ.жен.
1. машина (кăткăс механизм); швейная машина çĕвĕ машини; вычислительная машина шутлав машини
2. машина, автомобиль; личная машина харпăр машини

челнок

сущ.муж.
1. (син. лодка) кимĕ (йывăç вуллинчен алтса туни); рыбацкий челнок пулăçă кимми
2. ăса (пир тĕртмелли, çĕвĕ çĕлемелли)

швейный

прил.
çĕвĕ -ĕ; швейная машина çĕвĕ машини; швейная фабрика çĕвĕ фабрики

шить

глаг. несов.
1. çĕле; шить платье кĕпе çĕле; шить на руках алă вĕççĕн çĕле; шить на швейной машине çĕвĕ машинипе çĕле
2. (син. вышивать) тĕрле; шить шёлком пурçăнпа тĕрле ♦ шить доски хăмасене тачă çыпăçтар; шито белыми нитками ултавĕ курансах тăрать

шов

сущ.муж., множ. швы
1. çĕвĕ (çĕленĕ вырăн); машинный шов машинăпа тунă çĕвĕ; ручной шов алăпа тунă çĕвĕ
2. çĕвек (суран вырăнĕнче юлни); наложить швы после операции операци хыççăн çĕвек хур, каснă вырăна çĕлесе ларт
3. çĕвĕ, çĕвек (шăратса, чутласа сыпăнтарнă йĕр); сварочный шов шăратса туна çĕвĕ

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

выпороть

-рю что сов., выпарывать несов. çĕвĕ тăрăх сӳтсе пыр, сӳтсе ил.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

аккуратный

прил. 1. ĕçе вăхăтра тăвакан, йĕркене тытакан; 2. тирпейлĕ, типтерлĕ, тикĕс, çыпăçуллă; аккуратный шов тикĕс çĕвĕ.

выпороть

сов. что сӳт, сӳтсе ил (е пăрах) (çĕвĕ тăрăх); выполоть воротник çухавине сӳтсе ил; выполоть подкладку аçлăка сӳтсе ил.

застрочить

сов. 1. что (прострочить) çĕлесе тух (çĕвĕ машинипе), чуптарса тух; 2. что (начать шить) çĕлеме пуçла (е тапрат, тытăн); 3. (начать быстро писать) чартлаттарма пуçла, хăвăрт çырма пуçла; 4. (начать стрелятьо пулемёте, автомате) пеме пуçла, шатăртаттарма пуçла (е тапрат, тытăн).

надпороть

сов. что кăшт çур (сăм. кĕпе-йĕме), сӳт (çĕвĕ тăрăх).

портновский

прил. çĕвĕç(ĕ) ⸗ĕ [⸗и], çĕвĕ ⸗ĕ [⸗и]; портновские ножницы çĕвĕç хаччи; портновская мастерская çĕвĕ мастерскойĕ.

портняжничать

несов. разг. çĕвĕ çĕле (е çĕлесе пурăн).

портняжный

прил. çĕве ⸗ĕ [⸗и], çĕвĕç(ĕ) ⸗ĕ [⸗и]; знать портняжное ремесло çĕвĕ ĕçне пĕл, çĕвĕçе пултар.

пошивочный

прил. разг. çĕлекен, çĕвĕ ⸗ĕ [⸗и]; пошивочная мастерская çĕвĕ мастерскойĕ.

ручной

прил. 1. ал (ă) ⸗ĕ [⸗и]; ручные часы ал(ă) сехечĕ; ручная работа ал(ă) ĕçĕ; 2. (приручённый) алла хăнăхнă (е вĕрентнĕ); ручный скворец алла вĕрентнĕ шăнкăрч; З. алпа тумалли, алпа ĕçлемелли; ручная швейная машина алпа çĕлемелли çĕвĕ машини; ручной багаж çăмăл багаж; ручная продажа ал(ă) вĕççĕн сутни.

сварной

прил. тех. шăратса çыпăçтарнă; сварной шов шăратса çыпăçтарнă çĕвĕ.

скрепа

ж. 1. çирĕплетни, çирĕплетсе (е хытарса) лартни; 2. (стык) сыпă, çĕвĕ; 3. (скрепляющее приспособление) йăлă, тыткăч.

спайка

ж. 1. по гл. спаять(ся); спайка концов провода пралук вĕçĕсене шăратса çыпăçтарни; 2. (место соединения) çĕвĕ, сыпă, шăратса çыпăçтарнă вырăн; 3. перен. (связь, спаянность) çирĕп (е тачă) çыхăну, туслăх; 4. биол., мед. çĕвĕ, сыпă.

стёжка

ж. 1. по гл. стегать; 2. (прошитое место) çĕвĕ; крупная стёжка шултра çĕвĕ.

строчить

несов. 1. что и без доп., портн. çĕлесе тух, чуптарса тух; 2. разг. (на швейной машине) çĕле (çĕвĕ машинипе); 3. без доп. перен. разг. (быстро, торопливо писать) чартлаттар, чартлаттарса çыр; 4. без доп. (быстро, торопливо говорить) çатăртат, такăлтат; 5. без доп. (стрелять) шатăртаттар (пулемётран, автоматран).

строчка

ж. 1. по гл. строчить; 2. (шов) çĕвĕ.

фальц

м. 1. тех. (шов) çĕвĕ, сыпăк; 2. (паз) ыра, шулап; 3. полигр. фальц (пичетленĕ листари хуçлатмалли вырăн).

швейник

м. çĕвĕç (çĕвĕ промышленноçĕнче ĕçлекен).

швейный

прил. çĕвĕ ⸗ĕ [⸗и], çĕлемелли; швейная мастерская çĕвĕ мастерскойĕ; швейная машина çĕвĕ машини.

шов

м. 1. çĕвĕ, çĕленĕ вырăн; разгладить шов çĕвĕ якат; лопнуть по швам çĕвĕрен сӳтĕл (е çурăл); 2. (место соединения частей чего-л.) çĕвĕ, çĕвĕк; черепные швы пуç шăмми çĕввисем; следы от швов (на теле) çĕвĕк, çĕвĕк вырăнĕсем; наложить шов мед. çĕлесе ларт (сурана); снять швы мед. суран çипписене кăлар; 3. тех. (место скрепления деталей) çĕвĕ, сыпăк, сыпнă вырăн; сварной шов шăратнă çĕвĕ; руки по швам (держать, стоять и т. п.) аллусене ярт тыт; трещать по всем швам аркан, ишĕл, салан.

шрам

м. çĕвĕк, çĕвĕ (çăпан е суран вырăнĕ).

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Naht

zĕvĕ
çĕвĕ

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

çĕвĕ

«шов»; çĕвĕçĕ «портной»; башк. йӧй, тат. жӧй, узб. чок, алт. дьик, тув. тиг, хак. чик «шов»; ср. чув. çĕле, мишар. йӳли, кирг. тик «шить».

çĕле

«шить». Из çĕвĕ + ле. см. çĕвĕ.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

оверлок

ç.с. Çĕленĕ япалан хĕррисене йăлмакласа тухмалли çĕвĕ машини. «Текстильмаш» производство пĕрлешĕвĕнчи 7 пин çын оверлок туяннă, ... хакне ĕçлесе татаççĕ. Х-р, 4.06.1992, 4 с. Кайран пирĕн çĕвĕ тĕлĕнчи хĕррисене оверлокпа тирпейлесе тухмалла. Х-р, 6.03.1994, 4 с. Халĕ Шупашкарти кашни юпа оверлок сутать. Кирлĕ-и сире оверлок. Х-р, 20.09.1996, 4 с.

Çавăн пекех пăхăр:

çĕçтĕлпи çĕв çĕв-чăваш çĕвçе « çĕвĕ » çĕвĕ тăршшĕ çĕвĕç çĕвĕçĕ çĕвĕçлен кайăк çĕвĕк

çĕвĕ
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150