çĕмĕрен
стрела.
192 стр.
çĕмĕр
(с’ӧ̆мӧ̆р, с’э̆мэ̆р), разбить. Кан. Кайса çапса çĕмĕр çав çынăн (= çыннăн) чӳрече-кантăксене (у др. чӳречисене). Изамб. Т. Акă çăмартине çĕмĕр (т. е. скушай яичко; гов. угощающий). N. Шăлсăр карчăк шăмă кышлать. (Тылă, кантăр çĕмĕрекенни). Синерь. Кашкăр сиккер-сиккĕр, тет, ниепле те кăлараймасăр, хӳринех çĕмĕрсе, каялла пăхмасăр тарчĕ, тет. || Разрушать, ломать, раззорять. Перев. Ула-курак йăвисене çĕмĕрме карăмăр. || Обкрадывать, Синьял. Çаксен пĕр пахча пур, тет, çаксен пахчине çĕрле çĕмĕрсе каять (кто-то приходит ночью и абкрадывает), тет. Чист. Качакасем купăстасене çĕмĕрсе пĕтернĕ (потравили). N. Çар витĕр çĕмĕрсе, çав слон патне чупса пынă. || Громить, грабить. Б. Олг. Вот вара çĕмĕрме поçларĕç вăлсане, пит çĕмĕрчĕç он чохне вăлсане, пит пусăк соран (убыток) полчĕ çынсане. М. Сунч. Çак мур пирĕн таврари ялсенче пит çĕмĕрсе çӳретчĕ. Орау. Хурт çĕмĕрнĕшĕн пит пысăк çылăх пулать, тит; вăл çылăх çынна вĕлерннпе пĕрех, тит. || Указывает на силу движения. Баран. 56. Çитес çуркунне çĕнĕрен килĕр, чипертерех çĕмĕрсе çӳрĕр! тенĕ (Т. Бульба). Эльбарус. Ал-арманьпех çĕмĕрсе çитнĕ во. Хурамал. Çапла калаçнă вăхăтра упа çĕмĕрсе кĕнĕ (вломился к ним). Цив. Лаши пĕтĕм халăх ăшĕнчен çĕмерсе патша хĕрĕ умне сиксе ӳкрĕ, тет. Çутт. 81. Çуни çине ларать те, сарт айнелле çĕмĕрет (летит под гору). Юрк. Пилĕкĕсене тытса çĕмĕрсе (во всю) ташла пуçлаççĕ. Эльбарус. Тата ĕнисем ман хыçран таптама хăтланса, мĕкĕрсе, вăрмана янтратса, çĕмĕрсе пыраççĕ. Баран. 174. Халăх çĕмĕрсе кăшкăрнă (очень громко). Ib. 54. Вара Тарас поляксем витĕрех тухма шухăш тытнă. Витĕр çĕмĕрсе тухса пынă. || Промыть. Кан. Пĕвене иртнĕ çуркунне шыв çĕмĕрсе кайнăччĕ. || Изувечить. Чăв. й. пур. 19. Ялти çынсене те пурне те хĕнеспе, çĕмĕреспе хăратса пурăннă (держал в страхе). || Пороть, бить. Турх. Ача-пчана ăна çĕмĕр, тетчĕç. || Разорвать. N. Пĕр кашкăр сиксе тухрĕ, тет те, лашине (его) çĕмĕрсе тăкрĕ, тет. || Поднимать гам, горланить. Альш. † Савни анать шывалла, сассипелен çĕмĕрсе. Ск. и пред. чув. 81. Çĕнĕ кĕрӳ çумĕнче çичĕ юланут ташлать, пĕтĕм яла çĕмĕрсе, çăвар карса антăхать (горланит на всю деревню). КС. Çĕмĕрсех калаçать (громко или грозно). Юрк. Автан каçхĕне пит çĕмĕрсе авăтсан, çумăр пулат. ТХКА 103. Сĕм вăрмана упа-кашкăр, сасси çĕмĕрет. || Грохотать (о пушках). Полтава. Сăртсем тăрăх тупăсем хыт янтраса çĕмреççĕ („по холмам грохочут пушки“). || Бушевать. N. Пĕр маях çил тăвăл çĕмĕрсе тачĕ. || Употр. в чувашизмах. Сред. Юм. Паян ĕçлесе çĕмĕртĕм (сегодня много работал). Ib. Эс авăн çапса çĕмĕрен ĕнтĕ, тепле тырри çитĕ сана çапма! (Гов., с иронией, человеку, который не может хорошо молотить). N. Тем чул пуçа çĕмĕрсен те (ломать голову), аса илимарăм (илеймарăм). N. Ăша çĕмĕр, огорчать. Ачач. Тем шутсăр пысăк ĕç çинчен хытă шухăшласа пуçне хытă çĕмĕрсе утакан)... Йӳç. такăнт. 52. Çĕмĕрме тапратрĕ. || Ругать, пробирать. ТХКА 85. Выльăха курайман çынна эпĕ хытă çĕмĕреп.
çĕмĕрен
(с’ӧ̆мӧ̆рэн’, с’э̆мэ̆рэн’), род стрелы, пускаемой с нитки, без помощи лука. Орау. Çĕмĕрен патакки, çĕмĕрен кĕрĕ, çĕмĕрен карчĕ, çĕмĕрен кучĕ. || Стрела, пускаемая из лука. Моркар. Çĕмĕрен-ухă или укă. Кубня. Çĕмĕрен, стрела (иначе: ухă йĕппи). ЧС.. Çапах вара ӳкмерĕм (с лошади), хамăр хапха умне лаша çĕмĕрен пек пырса чарăнчĕ. См. çĕмрен.
çĕмĕрлен
то же, что çĕмĕрен, стрела, пускаемая ниткою. Икково. Шибач. Çĕмĕрлен, стрела, пускаемая без лука. || Лук. Череп. „Çĕмĕрлен, лук“. См. çĕмрен.
çĕмрен
то же, что çĕмĕрен. Шашкар. Нюргечи (Батыр. р.). Çĕмрен, стрела, пускаемая ниткою, без помощи лука. В. Олг. Çĕмрен, стрела с зарубкою, пускаемая с нитки. || Стрела, пускаемая из лука. Пшкрт. Вăлсам Йонкона хирĕç окçупа (-βа) утнă (стреляли из лука), темĕр вĕслĕ çĕмренпе. Хорачка. Çĕмрен (с’ӧ̆мрэн’) стрела (чуашла каластăк — ок). Ib. Окçупа утса яртăм çĕмрене. Тюрл. Çĕмрен (с’ӧ̆мрэн’), стрела. || Лук. К.-Кушки. Çĕмрен, лук; çĕмрен йĕпĕ, стрела.
çĕмрен утни
назв. свадебного обряда. Хорачка. Той токнă чокня кĕçĕн кĕрӳ темĕр вĕçлĕ çĕмĕрен утат, кăнтăрлая или апата. Вăл çĕмрене илеччĕ той пăкма пыракансам, той поç омня çăккăр çине тиреччĕ. Çĕмренĕ хôхĕм-тĕк, той поç çĕмренне çăлат (выкупает), кĕçĕн кĕрӳе парат кальлях, окçине параччă кам çĕклесе пыракана.
тӳрткес
сердитый, угрюмый, См. тӳрккес. КС. Персирл. Тӳрткес, неразговорчивый, неслушающийся. Орау. Тӳрткес, упрямый; молчит, когда рассердится; не говорит, ходит раздраженно. Ib. Тӳрткес, чипер çӳре, алăка çĕмĕрен; сăмах калама çук тӳрткесленсе çӳрет вара. Ib. Тӳрткес тесе çынтан, ун çинчен çиса калаçрĕç тесе, суя сăмах илтсе, ай ахаль, хăй çине туртса илсе, çиленсе, тĕртлетсе, ятлаçса çӳрекен çынна калаççĕ.
йăл-ял
(jы̆л-ял), подр. прыжкам. Подр. неодинаковому блеску или свечению. Зап. ВНО. Йăл-ял сиккелет. Ib. Çиçĕм йăл-ял çиççе каять. Ст. Чек. Йăл-ял çунать (инçетри вут: то вспыхивает, то как бы совсем гаснет). Толст. Ултă кун иртсен, çав пусă тĕлĕнче йăл-ял çутă курăна пуçларĕ, тет. СТИК. Хут татăкĕ йăл-ял çунса карĕ. («Выражается быстрота, легкость»). || Подр. неодинаковому блеску жидк. вещества. КАЯ. Урнă йăтă сĕлеки акка çинче йăл-ял анчах чăсăлать. || Орау. Çĕмĕрен (особая стрела), йăл-ял туса, питĕ çӳле каять (взлетает, плавно извиваясь в воздухе). || Подр. движениям улыбающегося лица. Сред. Юм. Пĕчик ача йăл-ял кôлкалать. Ядр. Йăл-ял кулни. || Подр. гордой походке. Шибач. Йăл-ял откаласа çӳрет, поçне çĕклесе, никам çине те пăхмаçть (гордая походка). Подр. исчезновению дремоты. Орау. Кил аса килсен, ман ăйху-масару вăл йăл-ялах вĕççе каять. См. чал.
вăрнлат
то же, что вăрăнлат. КС. Çĕмĕрен вăрнлатса карĕ.
ухă
охă, стрела. Нюш-к. Ĕлĕк мукаçсене ухăпа тытнă тет; мукаç ухăран хăраса ан тартăр, тесе, ухă вĕçне тĕк хурса пенĕ, тет. Б. Олг. Поттом хĕрĕ охăпала перет куакарчана, куакарчан ӳкет çĕре. IЬ. Тата солахай енне çакат охă такмакĕ. Псалт. 17,55. Хулăмсене пăхăр ухă пек турĕ. N. Хăш чухне тата ухă пек каятăп; мана хытă пыракан лаша çинче те çитсе тытас çук. Абыз. Аслă хĕр тухнă та: атте, пирĕн пӳрт çине ухă вĕççе килчĕ, тенĕ. Ашшĕ каланă: хăта килекен, ухă килсе ӳксен. Здесь указание на какой-то древний обычай. (Сказка). Ч. П. Ухă вĕçĕ ӳкрĕ улăха. Альш. † Ай-хай, çамрăк пуççăм, ухă пек пӳçĕм, кам телейне пăхса ӳсет-ши? IЬ. Манăн ухă ывăтассăм килет-çке; ывăтсассăн, илессĕм килет-çке. || В позднейшее время словом ухă стали называть лук, а стрелу — çĕмĕрен, ухă йĕппи, ухă пулькки. См. укçу. Псалт. 7,13. Тӳрленменнисемшĕн турă хăйĕн хĕçне çивĕчĕлетсе, уххине хытарса, тĕллесех тăрать: вĕсем валли вĕлерекен япаласем хатĕрлет, çĕмĕренĕсене çунтаракан тăвать. А. П. Прокоп. † Уххăна ывăтсан, çӳле ан ывăт, ухă пульккисене çухатăн. || Назв. растения.
арбалет
м. ист. арбалет, çĕмĕрен.
бомба
ж. бомба; атомная бомба атом бомби; ◇ влететь бомбой çĕмĕрен пек вăркăнса кĕр.
çĕмĕрен
ухă. Пуринчен ытла эсир тата ĕненӳ хӳтлĕхне тытăр: унпа эсир усалăн хĕртсе янă çĕмĕренĕсене (уххисене) пурне те сивĕтме пултарăр <…> [Послания 1903:154].
Çавăн пекех пăхăр:
çĕмĕрĕлни çĕмĕрĕлтер çĕмĕрĕлӳ çĕмĕрĕлчĕк « çĕмĕрен » çĕмĕрен йĕппи çĕмĕренçĕ çĕмĕркеле Çĕмĕрле Çĕмĕрле поçĕ