Шырав: çĕмĕрт

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

вĕрке

1.
сновать, двигаться взад и вперед
вереться, кружиться

урамра халăх вĕркет — по улице снует народ
çĕмĕрт çинче хурт вĕркет — над черемухой кружатся пчелы

капăрлан

2.
красоваться
пӳрт умĕнче çĕмĕрт капăрланса ларать — перед домом красуется черемуха

нимĕр

кисельный
пăрçа нимĕрĕ — гороховый кисель
нимĕр лака — замешать кисель
Тулашĕ нимĕр, шалашĕ тимĕр. (Çĕмĕрт). — загадка Снаружи — кисель, внутри — железо. (Черемуха).

папак

I. бот.
почка
çĕмĕрт папаккисем — почки черемухи
папак кăлар — распустить почки
чечек папакĕсем чăмăртанни — набухание цветочных почек

пур

II. глаг.

1.
есть
имеется и имеются
существует и существуют
манăн васкавлă ĕçсем пур — у меня есть срочные дела
мĕн пурри çакă — это все, что имеется
санăн укçа пур-и? — у тебя есть деньги?
кун пирки ятарлă йĕркесем пур — на этот счет существуют специальные правила
тухса кайма кăмăл пур — у меня есть желание уехать
кунта пушă вырăнсем пур-и? — здесь имеются свободные места?
вăхăт пур чух кайар — пошли, пока есть свободное время
Пур патне алă пырать. — погов. Коли есть (запас), руки сами (к нему) тянутся.
пĕвĕ пур çĕмĕрт пек, пичĕ пур — чечек пек — фольк. стан ее — словно черемуха, личико — словно цветочек

сапака

1.
кисть, гроздь
пилеш сапаки — гроздь рябины
çĕмĕрт сапаки — кисть черемухи
вăрман витĕр тухнă чух пилеш сапаки çапăнчĕ, çавăнпа хĕрлĕ пултăмăр — фольк. проходя через лес, мы касались гроздьев рябины и потому стали такими румяными

сапакалан

1.
образовывать кисти, грозди (гроздья),
покрываться кистями, гроздями
çĕмĕрт питĕ сапакаланнă — черемуха вся покрыта гроздями

сăр

2.
грудиться, сбиваться в кучу, роиться
çĕмĕрт çинче хурт сăрнă — на черемухе отроились пчелы

сиктĕрме

1.
шест у люльки
оцеп
обл.
хурама хуппи сăпки, çĕмĕрт йывăç пĕкечи, пилеш йывăç сиктĕрми — фольк. люлька из вязового луба, дужка черемухового дерева, а шест — из рябины

хулă

прутяной, плетеный (из прутьев)
пиçĕ хулă — гибкий прут
çĕмĕрт хуллисем — прутья черемухи
чĕрĕ хулă — лоза, розга
хулă кас — резать, заготавливать лозу
хулă хупăла — обдирать прутья, отчищать лозу от коры
Пĕччен хулă хуçăлать. — погов. Одинокая лозинка бистро ломается.

çеçке

1.
цветок и цветы
цвет прост.
сирень çеçки — цветы сирени
йывăçсем çеçкере — деревья в цвету
çеçкене лар — зацвести
çеçке çур — расцвести
çеçке так — отцвести, ронять цвет
çĕмĕрт çеçки çурăлсан килет вăрман илемĕ — фольк. когда зацветает черемуха, лес наполняется красой
Çуркунне — çеçки, кĕркунне— курланки. — посл. Красна весна цветами, а осень — лодами.

çеçкелен

1.
цвести, расцветать, распускаться
çĕмĕрт çеçкеленнĕ — черемуха расцвела
сад шап-шурă çеçкеленнĕ — сад весь в белом цвету

çĕмĕрт

черемуха (ягоды, цветы и дерево)

çĕмĕрт

черемуховый
çĕмĕрт йывăçĕ — черемуха (дерево)
çĕмĕрт çеçки — цветы черемухи
çĕмĕрт пек хура — черный, как черемуха, черный-пречерный
çĕмĕрт куçлă хĕр — девушка с глазами черными, как черемуха
çĕмĕрт çеçки çурăлчĕ — черемуха расцвела
Хырăмĕ — юман, кăвапи — çăка, пиçиххийĕ — çĕмĕрт. (Пичке). — загадка Живот дубовый, пуп липовый, а пояс черемуховый. (Бочка).

çырла

ягодный
иçĕм çырли — виноград
йĕплĕ çырла — крыжовник
кăвак çырла — ежевика
çĕр çырли — клубника
хура çырла — черника
хурăн çырли — земляника
чие çырли — вишня
шур çырли  — 1) клюква 2) морошка
мăк çырли — 1) клюква 2) морошка
çырла пахчи — ягодник
çырла çеçки — листья ягодных растений
çырла шывĕ — ягодный сок
çырла пиçнĕ — ягоды созрели
çырла тат — рвать ягоды
çырлана кай — идти по ягоды
çĕмĕрт мĕншĕн кулянать? — çырли хура пулнăшăн — фольк. из-за чего горюет черемуха? — из-за того, что ягоды у нее черные


çырла кайăкĕ — малиновка (птица)
йытă çырли — волчьи ягоды
кашкăр çырли — волчьи яоды

çĕмĕрт


йыт çĕмĕрчĕбот. крушина ломкая
çĕмĕрт кукли çитер — выпороть розгами (соотв. накормить березовой кашей)

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

çĕмĕрт

черемуха.

192 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

самăрт

раскормить. Икково. Вĕрен вĕççĕн сысна самăртăп. (Йĕке). N. Хура çĕмĕрт çитерсе самăртрăм. Собр. Кирлĕ марринчен самăрт. (Моленье). N. Вĕрен тăрăх сысна самăртăп. (Кăнчала арлани). Чураль-к. Вĕрен тăрăх лаша самăртăп (Йĕке толтарни).

сапак

(сабак), кисть ягод, черешок с ягодами. Альш. Щибач. Пĕр сапакне татса ил. Тюрл. Пилеш сапакки. N. Сапак, черешок, напр., у ягоды, черемухи (çупкăм — вся кисточка). Юрк. † Çĕмĕрт-йывăç сапакра, палан-йывăç чечекре. Хурамал. Сапак тесе пилешĕн пĕрчи ушкăнне калаççĕ. АПП. † Пилеш айĕнчен тухнă чух пилеш сапакки саланчĕ. Çутт. 145. Хурлăхан тĕммисем çинче çырла сапаккисем хĕп-хĕрлĕ пиçсе ларнă. Ала 62. † Хура шыв тăрăх çĕмĕртлĕх, сапакне тая лараçке. || Кисточка. Юрк. † Тăваткăл кӳме — сарă кӳме, тăватă кĕтессинче тăватă сапак. || Стручек. N. † Ешĕл сапак мĕшĕн, ай, ешĕл-ши, çамрăк ĕмĕр мĕшĕн те, ай, кĕске-ши. Бур. † Арпус чечек мĕшĕн шурă-ши, ешĕл сапак мĕшĕн ешĕл-ши? Тюрл. Сапак, стручек. Ib. Пăрçа сапакки. || Снизки. ЧП. Вуникĕ мерченĕн сапакки çук. Кĕвĕсем. Вуник пĕрчĕ мерчен сапакĕ çук. Янтик. † Сакăр пĕрчĕ мерчен сапаксăр, пирĕн çамрăк пуçсем телейсĕр. Кĕвĕсем. Симĕс сапак хушшине ӳпке-мерчен ан тирĕр. См. ӳпке-мерчен. || Назв. бус. К.-Теняк. Изамб. Т. Сапак, какое-то украшение. МПП. Сапак, зеленый камень или бусы (украшенне). N. † Йывăçран сапак туни çук, ырă тумтир çумне хуни çук. [См. саяк]. || Петля у пуговицы (и вся пуговица?). МД. † Аçалă-амалă ывăл-хĕр кĕмĕл тӳме сапакĕ. || Membrum virile. Елле. Сапакки ĕçлемест. Non surgit, quasi praemortuum jacet m. eius.— Observare solent Tschuvaschorum feminae virorum suorum gravi aliquo morbo laborantium inguina; quae si matutinis languida atque inertia iacere videriut, invitabilis mortis signum id esse arbitrantur. N. Сапак тесе пĕчĕк ачасен тӳммине калаççĕ.

сапаклан

образовать кисти (о раст.). Лашм. Палан çеçкеленетчĕ, çĕмĕрт сапакланатьчĕ. Микушк. Çĕмĕрт-йывăç сапакланать.

сапака

(сабага), кисть. Зап. ВНО. Çĕмĕрт сапаки пулать, пилеш сапаки пулать. N. Сапака, продолговатая кисть. Сред. Юм. Пилеш сапаки, çĕмĕрт сапаки. СПВВ. КЕ. Сапака = çупкăн; пĕр çеçкере темиçе çырла пулсан, çавна çупкăн теççĕ. СПВВ. ГЕ. Сапака; пилеш сапаки, çырла сапаки пулат; тата шăрçа сапаки пулат. Яргуньк. Çĕмĕрт сапаки, кисть черемухи. Слеп. † Вăрман виттĕр тохнă чох, пилеш сапаки çапăнчĕ, çампа хĕрлĕ полтăмăр. || ЧП. Ик сапака çырла. N. Иçĕм-çырли сапакинчен пиçмен çырлисем тăкăннă пек тăкĕ вăл хăй çырлине. Чеб. Халь сапакисемпех татар, кайран иртĕпĕр. Ст. Чек. Сапака — черешки, на которых держатся ягоды в кисти. Ib. Сапаки-мĕнĕпе татнă. Ib. Çырла аври, плодоножка соцветия; çырла сапаки, черешок отдельной ягодки. СТИК. Сапака, стебелек. Улма сапаки — черешок яблока; укçа сапаки — нить, которою прикрепляют монету для украшения. || Снизки. ЧП. Тарăн шыва кĕтĕм ăшăк тесе, мерчен сапакисем (снизки) пур, тесе. В. Буян. † Вуникĕ мерченĕн сапаки çук, пирĕн çамрăк пуçра телей çук. || Ст. Чек. Сапака — ушко монеты и пр. украшений. С. Тим. † Тăлăх-турат ывăл-хĕр — тăхлан тӳмме сапаки (то, чем придерживается пуговица, напр., у металлической пуговицы). N. Авалхи укçа — кив укçа, хăлхăрсене йывăр ан ярăр, сапакисем начар — чăтас çук. || Круглая красная пуговица с металлическим стержнем (на старом костюме). Тайба-Т. Сапака, шаровидная пуговица с петелкой. || Серьги. N. † Кĕмĕл сапака, ылтăн ярапа, яраймарăм сылтăм хăлхана. || Так называют penis у ребят, которые едва умеют ходить и говорить. Так, напр., говорят: сапаки пур-и? Янтик. См. сапак.

сапакалат

образовать кисти. Бугульм. † Аслă улăх, ай, ăшĕнче палан çеçкеленетчĕ, палан çеçкеленетчĕ, çĕмĕрт сапакаланатьчĕ.

сарлашка

широкий (говорят только про животных и человека). Сред. Юм. N. Питĕ сарлашка, хапха юпи хулăмĕш, пысăк пуçлăччĕ, пуçĕ, ĕнси-мăйĕ пĕр-пĕтĕмччĕ Канурăн. || Ширина. Ядр. † Çĕмĕрт çулчи сарлашки, тем чул сарлака пулсан та, пасар саппанĕ пулас çук.

сульля

выбрать. М. Етмен. См. суйла. Шибач. Якейк. Вĕт вăрманта вĕт пошчи, сульля-сульля касрăмăр. Хора-к. † Кантăр шăнчи (= ăшĕнчи) посине сульля-сульля татаççĕ, чипер çорăм туяççĕ (= тăваççĕ, делают); çакă ялăн хĕрсене сульля-сульля илеççĕ, чипер арăм тумашкăн. М. Яуши. Икĕ ăста ывăлĕ, вăрмана çитсессĕн, кăшăлăх çĕмĕрт, çӳçе сульля-сульля кассăрçĕ, тет.

сусăрлан

(-зы̆-), быть раненым, искалеченным. СПВВ. Сусăрланнă = суранланнă. Ib. Сусăрланман (кажется вм. аманман). Ходите в свете. Сусăрланнă салтаксенĕн суранĕсене (раны раненых солдат) хĕрачасем çыха-çыха пулăшу параççĕ. Якейк. Эп çĕмĕрт çинчен ӳксе сусăрлантăм. Я упал с черемухи и расшибся.

сăвăс йывăççи

сăвăс йăвăçĕ, жимолость (кустарник). Эпир çур. çĕршыв 21. Вăрмансенче юман, çăка, шĕшкĕ, вĕрене, ăвăс, çӳçе, палан-йывăççи, çĕмĕрт, йытă çĕмĕрчĕ, пилеш, улмаççи, шăлан-йывăççи, катăркас, хăва, сăвăс йывăçĕ, кăпчăкан, хăмла-çырли йывăççи ӳсеççĕ.

сăтăр

(сыды̆р), тереть. Чăвашсем 35. Икĕ йывăççа пĕр çĕре сăтăрса, вут кăлараççĕ. Собр. Куçă тĕкне сăтăрсан пĕр тĕкĕ тухсан, хăй тăванĕ килет, теççĕ. Кан. Чыстиех вăйсăрланса çитсе, хырăмĕпе юра сăтăрса йăнăшать. КС. Кусатран урапана сăтăрать. || Натирать, обтирать, потирать, растирать. N. Ман алла амальпе сăтăр-ха (потри мне руки). Латыш. Ачине арăк çине хурать те, кĕлте çыххипе сăтăрса çапла каласа ларать: тыр вырнă чух ача кĕлте çыххи нишне кайнă, вăл ниш тухтăр. Хурамал. Çипе ăвăспа сăтăраççĕ (шаркнуть). Скотолеч. Малтан тăлапа сăтăрас пулать (растирать). Туперккульос 75. Типĕ тутăрпа сăтăраççĕ. Гладить. Юрк. Чи юлашкинчен хĕрĕ ларакан çĕре çавăтса пырсан (кобылу — кĕсре-выльăх), чĕлпĕрне çине тăхăннă тумтирийĕн тӳнтер енĕпе тытса, хĕрне (невесту) виç тапхăрччен тыттарат. Вăл та çапла тумтир аркипех тытса парат. Виç хутчен çапла сăтăрса тытса парсан, выльăхне вара кĕрӳшĕ каллех витине хупса хурат. ППТ. Вара чӳклеме пĕлекентерех çын куркапа çав ăсса улăхнă (принесенную) шыва ăсса илет те, çурăм тăрăх сăт(ă)ра-сăт(ă)ра: çырлах! çырлах! тесе, шыв ярат. (Уй чӳкĕ). Сунт. Кив самаскă лайăх уйăрăлтăр тесен, ăна вĕри утюкпа пусса сăтăрса тухмалла. || Скоблить, сгребать. Т.-И.-Шем. Çтена çинчи çуртисем çунса пĕте пуçласан, вĕсене çтена çинчен икерчĕпе сăтăрса илсе, хывнă чашчă çине пăрахаççĕ. ТХКА 72. Вăрман хĕрринче шĕшкĕ-качкине пĕтĕмпех сăтăрса пĕтернĕ. Эпĕ шала кĕтĕм. || Мазать (замазкой). || Проводить черту (по земле). Череп. || Рвать. Сред. Юм. Пĕр карман нăх (= нăк) сăтăрса тôхрăм (= татса тôхрăм). КС. Çĕмĕрт сăтăрас, срывать (особенно). Орау. Паян эпĕр хăмла сăтăртăмăр (снимали хмель). || Тащить, волочить. Чхĕйп. Çав хĕртнĕ чула тĕпелтен пуçласа пӳрт таврала сак тăрăх сăтăрса (= сĕтĕрсе) çавăрнă та, тула тухса вилнĕ çын хыççăн утса янă. Ир. Сывл. 24. Тапаланать малалла „букçир“ тенĕ япала, пилĕк паршă сăтăрса. Альш. † Çулă пăтта хайăрнă, хур тукмакне сăтăрнă. См. сĕтĕр. || Драть, загребать. N. Ку çын икçĕр тенкĕ сăтăрат (загреб, сгорстал), тет те, килне каят, тет. Юрк. Пирĕн улпутсем жалованье пит лайăх сăтăрнă. || Убежать, удрать. Ст. Чек. Ачасем хуçаран хăранипе киле сăтăрнă. || Бить. Хурамал. Çитменне тата, этемсем ака тунă чух лашисене çапла çапаççĕ тесе, упана пыра-пыра чăпăрккапа сăтăрнă тилĕ. || Уничтожать. П. Сормово. Салтак хĕçе сулса ячĕ, тет те, вăрмана сăтăрса касса анчах тăкрĕ, тет. N. Пулемйотпа сăтăрса тăкаççĕ. N. Сисмен хутран хай хулана çĕмĕре пуçланă, вара пĕтĕмпе çĕмĕрсе (сăтăрса) тухнă. || Склонить на свою сторону. Юрк. Вырăссем вĕсене хăйсем алли айне туртса иличчен, кĕсем (эту) хăйсем енне сăтăрса илме тăрăшнă. || Вытирать. Ст. Чек. Типĕ япалапа хытă пусса шăлса илес. || Волочить. КС. Сăкманне сăтăрса пырать (волочит).

Сĕнче

(џ̌э-), назв. речки, Сульча. Шел. 79. Çирĕм чалăш хушшине юхать Сĕнче пĕтрĕнсе. СЧЧ. Вăл Сĕнче хамăрăн çырма ячĕ. Собр. † Кăвакалĕ хăла, мăйĕ ула, хăш Сĕнче кукринче çӳрет-ши? АПП. Сĕнче хĕрри çĕмĕртлĕх, çĕмĕрт чечекĕ тăкăннă шыв çине. Т. IV. Аслă Сĕнче çинчи кĕлĕ. См. кĕлĕ.

çатра

(с'атра), хворостина. Шурăм-п. Ачасем вăрман куккăрне чалăш (хăлаç) çӳлĕш çатра купаларĕç. Тораево. Шăши пĕр çатра йăтса пурчĕ (принесла хворостину), тет. N. Олмăç çатри, хворост. || Трущобник, кустарник. Н. Уз. Яргуньк. Чăваш матрос çатрара, ӳпре кукăлли хӳмĕнче, çĕмĕрт туйи аллинче. Вырăс матрос канавра, тул кукли хумĕнче, чĕн саламат аллинче. || Назв. поля, которое когда-то было очищено от кустарника. Мыслец. || Назв. дер. Татаркас. р.

çемĕç

(с'эмэ̆с'), размягчиться, стать мягким. Сред. Юм. Типнĕ хопа шывва ярса лартрăм та, пăртак çемĕçнĕ. N. Тăранасса е вĕсен какайĕпе (ашĕпе), е юнĕпе, е сĕткенĕпе, е тата хырăмри çемĕçнĕ апатпа тăранса пурăнаççĕ. N. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать, çĕмĕрт сапаки çемĕçет; тăвансем умне тăрсассăн, чĕлхе-çăвар çемĕçет (а противоположно этому — çыхланать). N. Халăх, ĕмĕр-ĕмĕрепе ĕçлесе,— темĕн пысăкĕш вăрмансене касса тухнă, темĕн чухлĕ лачака типĕтнĕ — тин вара çанталăк кăштах çемĕçнĕ. N. Кăмăлĕсем çемĕçнĕ. N. Ку писме (письмо) килсессĕн, хăв килнĕ пекех ăш-чик çемĕçсе кайрĕ. || Сделаться вялым, дряблым; ослабеть. N. Çемĕçсе карăм. Я стал каким-то вяленым (вареным). N. Ун вырăние пур те вăйсăрланса, çемĕçсе, пăсăлса каяççĕ. См. çемçел.

çеçке

(с’зс’кэ), цветок растения. СПВВ. КЕ. Çырла авăрисен, çырла пуласси çурăлсан, шап-шар чечек пулат, çавна çеçке теççĕ. Орау. Çеçкене кайсан, çеçкере савăнтар (пчел). N. Сатра çеçкесем çурăлчĕç. N. Çеçке хĕрри тăрринче. Микушк. Йĕтĕн çеçки, цвет льна. Тиханьк. Йитĕн кăвак çеçкея ларчĕ (лен зацвел). См. омма çеçки. П. Федотов. Пирĕн çуни çунатлă, çунат айипе çил вĕрет çеçке пек хĕрсенĕн кăмăльшĕн. С И. Иванов. Ултă уралă хуртшăн турра кĕлтăватăп, çеçке вăхăтĕнче çеçкерен çеçке çӳремешкĕн лайăх кун-çул пар. Çутт. 144. Чечек çеçкисем юр пĕрчисем пек вĕлкĕшсе вĕçсе анчĕç. Чертаг. † Сарă çеçкене ларнă хăяр тытăнать... Якейк. Хăяр пирн сар çеçкея тахçанах ларса. Ib. Кăçал хăяр çеçки лайăх та, хăяр та нумай. Орау. Хăяр сар çеçкенĕ ларнă (= чечеке ларнă, зацвел). Ib. Хăяр çеçке çулчи сарăхнă (кушăрканă, стали шероховаты). ЧП. Аслă çулăн икĕ аякки сар çеçке. Кĕвĕсем. Çĕмĕрт çеçки хăвана явăнать. Ib. Çĕмĕрт çеçки çурăлать те, çĕмĕрт çеçки çурăлать, вăрман витĕр курăнать. Сала Ib. Ĕнтĕ çил çаврăнат, çил çаврăнат, çĕмĕрт çеçки çӳçене явăнат. Ала 105. Чĕн пушипа çĕре çапрăм, çĕр мана çеçке пачĕ, çеçкине вочаха хотăм: пот! терĕ, çат! терĕ. Абыз. Уй-уй урлă каçрăмăр, урпа çеçки çутипе. N. † Шап-шурă иккен çырла çеçкисем. Пазух. Çырла çеçке çурсассăн, килет парлак илемĕ. Альш. † Хĕрлĕ-хĕрлĕ пĕрлĕхен: çеçки витĕр курăнать. || Листья ягоды. N. † Çырли çĕре тивмерĕ, çеçки çĕре тивейчĕ. || Ботва, зелень корневых растений. Т. II. Загадки. Мучийĕ аялта, сухалĕ тулта. (Кăшман çеçки). В. Олг. Паранкă çеçки, побеги и ботва (то же и у огурцов). КС. Кишĕр çеçки, хăяр çеçки, улма çеçки (вся зелень картофеля). Çарăк çеçки, зелень репы. Ib. Çеçкене кайнă, (картофель) пошел в литвинью (отрицательное качество). Ib. Кăçал улман çеçки ытла вăйлă, çампа улми сахал. Сĕт-к. Омма çеçки, стебель картофеля с листьями. Завражн. Олма çеçки, росток, ростки картофеля. Абыз. † Пахчи-пахчи çĕр-улми, сысна çияс сасси пур, çийин-çийин çийи-ке, пире валли çеçки пур. Кан. Пĕр çеçкерен З—4 улма анчах тухать. Сятра: параҥгы̆ с’эс’кэ jарза лардат (или: шы̆дат). N. Улма çеçки, литвинья. Н. Седяк. Çеçкесĕр çарăк, хӳресĕр карăк. (Арман чулĕ). || В перен. см. СПВВ. ЕС. Çеçке = пит илемлĕ, тăваткăл питлĕ-куçлă çын. N. Хывнă чухне акă çапла каласа хываççĕ: эй тăванăм, çеçкем, хăçан курăшăпăр, хăçан пĕрле палашăпăр, хăçан калаçăпăр. || Яз. имя женщ. Рысайк. || Фамильное прозвище мужч. Козыльяр.

çырла

(с’ырла), ягода. N. Эпĕ, пăхсан, илемлĕ, çисен, тутлă çырла пулăп. Юç. такăнт. 33. Эсĕ халь çырла пекех-ĕç. N. Çырли нумай та, çĕр сахал. Чăв. к. Çĕрти, çĕрти çырла шăрçа пек. С. Дув. † Хамăр савни çырланăн курăнать, те чун савса кăмăл кайнăран. N. Эпĕ вара киле тавăрăнса çырла чĕресси хатĕрле пуçларăм. Дик. леб. ЗЗ. Елиса çырларан тавăрăнакан пĕр карчăка тĕл пулать. N. Вĕсем, эпĕ çырла тупасран, мана кунта исе килнĕ. Çĕнтерчĕ 11. Асту, хура куç, çырла пит! Сĕт-к. † Çĕмĕрт мĕншĕн коллянать? Çырли хора полнăшăн. ЧП. Çырма тăрăх каяр çырлана. Сред. Юм. Çырла пик хĕр тесе пит таса, илемлĕ хĕре калаççĕ. Ib. Çорконне-кĕрконне, ăшă кôнсĕм пôлсан: паян çырла пиçет, теççĕ. КС. Çырла ачисем, дети, собирающие ягоды.

çырла çĕмĕрт

ягоды и черемуха. Шел. П. 56. Çулĕ-çулĕпе унта вăрман улмипе мăйăр та, çырла-çĕмĕрт те нумай пулать.

çилçĕм

(-з’э̆м), мой ветерочек. Самар. † Çилçĕмех çаврăнать, çил çаврăнать, çилпе пĕрле çĕмĕрт авăнать.

çурăл

çорăл (с’уры̆л, с’оры̆л), разрываться, трескаться, лопаться, раскалываться. Янтик. † Çĕр çурăлчĕ — йĕп тухрĕ, ура тупанне тăрăнчĕ; ӳссе пĕвĕм çитмерĕ, куçма тăшмак тăрăнчĕ. N. Çурăласла япала-и ку? Расколется ли это (полено)? || Цвести, распуститься. Икково. Çĕмĕрт час çорлать-и? ФТТ. Кĕркунне улмуççи е çĕмĕрт çурăлсан, çав улмуççи хуçин кам-та-пулин вилет. Яргуньк. Сат картинче олмоççи çитĕнтĕр, кĕлле кĕриччен улми çурăлмалла, кĕлĕрен тухсан улмине татса çималла (чтобы можно было срывать и есть). Икково. Эп яла килнĕ чох яланах йăвăçсам çорăлнă вăхăт полать. Якейк. Уй хĕрĕнчи улмуççи, тăрри çоралать (цветет) — уй толать. N. Улмуççи чечекки аван çурлни? Хорошо-ли расцвели яблони. Якейк. Шăпчăк авăтать, çӳçе тăрри çорăлать (цветет). N. Хора-тол (греча) çорăлнă. Янш.-Норв. † Пиртен вара юлашки (шăмак-кĕпçи) ларччăр тăрри çурличчен. N. Олмасам çорăлчĕç. Г. И. Комиссар. Çорăлса ирт, отцвести. || Оглашаться. Альш. † Урам çурăлат халăх сассипе. Ib. Ашшĕ-амăшĕ çурăлат вăрçса (очень бранятся). || В перен. смысле. Юрк. Çурăлас пек ыратакан куçĕ чăнласах та пĕртте ыратми те пулат, хăй тĕлĕнсе савăнат. N. Çурăлас пек çӳреççĕ. N. Пуç çурăлса тухат. N. Пуç çурăлса тухать пуль (о сильной головной боли). Альш. Пуçĕ хăйĕн çурăлса тухать — ыратать (с похмелья). СТИК. Пуç çурăлса тухас пек ыратат (болит очень сильно. То же и в Сред. Юм.). N. † Ирхине тăтăм, тула тухрăм, çурăлса килет çурăм-пуç. К.-Кушки. † Çĕмĕрт çеçки тухнă чух çĕр çурăласса çите-çке (земля бывает готова треснуть). Якейк. Но паян туйăра хĕр кортăм, тĕлĕнсе каймала: питĕ чипер, сăн-пуç çорăлса тохас пак (полная, румяная).

çăмăрт

(с’ŏмŏрт), то же, что çĕмĕрт, черемуха. Татаркас. р.

çĕлен

(с’ӧ̆лэн’, с’ӧ̆лэн, с’э̆лэн’, Пшкрт: с’э̆лӓн, в некот. гов. с’лэн’, т. е. в один слог, но с губным с’), змея. К.-Кушки. Çĕлене çĕлĕн çимес. (Послов.). N. Вара çĕлен хурчкана, çиленсе, хӳрипе çапса çунтарса янă, тит. Хурчăка вара тĕк-çӳçсĕрех таврăннă та, таврăнсан вара сĕт çине кĕрсе ларса, унăн тĕкĕ-çӳçĕ çитĕннĕ. Ск. и пред. чув. 21. Çиленсессĕн, çĕлен пек, куçĕпе çиçĕм çиçтерет. Туй. Унăн виçĕ витре кĕрекен сăмаварĕ пур, вуник пуçлă çĕлен пек чашкăрса ларать. Нюш-к. Çĕлене каснă çавапа ӳте кассан, çĕлен чĕлхеçне вĕртмесен, суран тӳрлене пĕлмест. N. Çĕлен йывăççа (йывăç тавра) явăннă (обвилась). N. Çĕленпе калтан чĕлхи пĕр, теççĕ. (Послов.). Бур. Ăшша çĕлен те иленет. (Послов.). Кан. Уйра çӳренĕ чух, е вăрмана хăваласа кĕрсен, выльăхсене çĕлен сăхать. Орау. Паян ĕнене кĕтӳре çĕлен ĕмнĕ. N. Çавăншăн вĕсем çине çĕлен янă (напустил змей). Кан. Çĕлен пек çĕмĕрт тĕслĕ, çула кисретекен ăйăрсем. Ст. Чек. Тĕлĕкре сивĕ шыв ĕçнĕ пек этем ăшне çĕлен кĕрет. Ib. Çамрăк хура лашана (кастарнă выльăх) чуптарса тарлатса килсен, унăн шăкне çавăн чухне шăнине ĕçсен, çĕлене чыстă вакласа кăларат, тет. КС. Çĕлен пек = вăрăм, яка (лаша). Сред. Юм. Çĕлен пик тесе пит самăр, яка лашана калаççĕ. СТИК. Мăнтăр тьыхасене: çĕлен пек, теççĕ. (Так же называют злого человека: вăт пулат та иккен çĕлен). Ib. Пирĕн пĕр питĕ хаяр çын пур. Çавă, ваттисем каланипе, çĕлен чĕлхине çăтнă, тет. N. Качакан(а) çĕлен ĕмнĕ (мало молока). Юрк. † Çĕрте çĕлен шăват-çке, кăлкан тĕпĕ çунат-çке. Ib. † Эпир савнисене ют савсан, çĕлен пулса вырттăр çумĕсенче. Ib. † Ан кулян, тăван, хĕлĕхшĕн (что оборвалась струна), санăн купăс хĕлĕхĕ ылттăн мар. Ай-хаях, ылттăн мар, кĕмĕл мар, вăта таран татнă çĕлен мар. N. † Хирте çĕлен шăхăрать, пĕтĕм хире ян ярать. || Змея, охраняющая скот (старое поверье). Шорк. Выльăх картинче пĕр çĕлен пулать, тет; çав çĕлен картари выльăхсене сыхласа пурăнать, тет. || Пиявка. Торп-к. Çĕлен, пиявка. М. б. описка, вм. сĕлек, сĕлĕк?

çĕмĕрĕл

разбиться. N. Эпĕ пӳртрен тухса кайнă чухне сĕтел çине чӳлмек лартса хăвартăм, килсе кĕнĕ чухне чӳлмек çĕмĕрĕлсе выртат. ТММ. Чул çине ӳкет — çĕмĕрĕлмест, шыв çине ӳкет — çĕмĕрĕлет. (Хут). Альш. † Приюм алăк — кленче алăк, хытă ан тап — çĕмĕрĕлет. Çĕмĕрĕлмекай, çунса кайтăр, ман çамрăкпуç çухалат! N. Приюм алăк — кĕленче алăк, уçса хупсан çĕмĕрĕлет, çĕмĕрĕлмекей (так встречается дважды), çунса кайтăр, ман çамрăк пуç çухалчĕ. || Ломаться. Орау. Тепĕр, мăнтăртарах çын ларсан кĕç çĕмĕрлсе анас пек çуна пурччĕ (или: çĕмĕрĕлмелле çуна пурччĕ). Ib. Çуни кĕç-вĕç çĕмĕрлес пек пырать. Сани того и гляди развалятся. || О ломоте. Т. IV. Шăм-шак çĕмĕрĕлсен, йĕпе пуласса, теççĕ. Так и у КС. Чума. Пуринчен ытла пилĕк таврашĕ çĕмĕрлес пек ыратать (страшно ломит поясницу). || Изувечиться. N. Вилекен сахал полчĕ, çĕмĕрлекен номай полчĕ. || Шуметь, галдеть и т. п. ППТ. Малтан халĕ, пĕр пилĕк-ултă киле çитеччен, тата пуçа каяччен (пока не опьянеет), пит çĕмĕрĕлмеççĕ. Тип-Сир. Тапраттĕр, тет, çĕмĕрлме хăйĕн пӳлĕмĕнче: юрлат, ташлат, тет. Альш. Ташлаççĕ, çĕмĕрлеççĕ. Мокры. Вăйсам (какие-то зимние игры) пуçлаççĕ те, çĕр хута килрен киле ташласа çĕмĕрлсе çӳреççĕ. ППТ. Йытăсем çĕмĕрĕлсе (ожесточенно) вĕреççĕ. Хурамал. Унта камăн ют ялта хурăнташ пур, çавсене пур килĕрен хăна чĕнеççĕ те, ялĕпе çĕмĕрĕлсе юрласа ĕçкĕ тăваççĕ. ЧС. Ял хушши вара çĕмĕрĕлсе анчах тăрат (от шума и гама). Ала 80°. Çĕмĕрлсе, савăнса анчах лараççĕ, тет (на пиру). Шурăм-п. Ун хыççăн турхантие кĕл-тунине курма кайнă ачасем çĕмĕрĕлсе (шумно) тухрĕç. Ск. и пред. чув. 66. Путăксемпе, варсемпе çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет (бурлит). Полтава 97. Соборсенче, пур çĕрте „анафема“ çĕмĕрлет („гремит“). Бюрг. † Пĕчĕкçĕ çырма пуçĕнче упаленет упанăн çурисем; пĕрин пĕр чӳлмек сăри пулсан, çĕмĕрĕлет тăванăн тăванĕсем. N. Ял хушшинче питĕ çĕмĕрлеççĕ. N. Кунта тĕнче çĕмĕрлет. || Биться. Абаш. † Ик кăвак ут витере, çĕмĕрлеççĕ тохасшăн. Баран. 79. Çĕмĕрĕлсе, шавласа чул çырана пырса çапăнать (волна). || Кочевряжиться („скандалить“). Кан. Пĕртте тӳлесшĕн марччĕ вĕсем кăна, тем пек çĕмĕрĕлчĕç. Беседа. Килне тавăрăнсан çĕмĕрĕлме, вăрçма, шуйăхма тытăнать. || Ругаться, разговаривать громко. Ашшĕ-амăшпе. Кĕркури çĕмĕрĕле пуçланă çапла калаçса. Никама та сăмах чĕнме те паман. Сред. Юм. Çĕмĕрлеç анчах. Ругаются, разговаривают громко. Ib. Çĕмĕрлет паян кунĕпе хăй, çынна сăмахлама та памас. N. Хамăр ялти Петăр мĕн çĕмĕрĕлсе выртатĕ? N. Хĕрсемпе лайăх çĕмĕрлетне? || О сильном росте. Юрк. Хура вăрман хыçĕнче çĕмĕрт пиçет çĕмĕрĕлсе (= вăйлă). АПП. † Çĕмĕрт-йывăççи çĕмрелет, пирĕн çĕмрĕлесси çитрĕ пуль.|| Грохотать (стрелять). N. Артиллери çĕмĕрлет пирĕн урлă. || В перен. знач. Шибач. Халĕ вăл пит хытă çĕмĕрĕлсе (разбит жизнью). N. Хуйхăпа çĕмĕрлнĕскер.

çĕмĕрт

(с’ӧ̆мӧ̆рт’, с’э̆мэ̆рт), черемуха. Ст. Чек. Вомбу-к. Çĕмĕрт (вар-виттинчен типĕтнине чей пек ĕçеççĕ). Ск. и пред. чув. 52. Авкаланать çĕмĕрт пек (пляшущий парень). ТХКА. Çĕмĕрт хулăпа кĕсрене çапа-çапа сиккипе чуптарать. || Ягоды черемухи. Кĕвĕсем. Икĕ хура лашана эп ӳстертĕм, хура йывăç çĕмĕртне пăхтарса. Шемшер. † Атте кайнă çĕмĕрте (за черемухой). Утăм. Лăпкă, уяр кун карăм эпĕ çĕмĕрте. КС. Шырарăмăр, шырарăмăр, пĕр çĕмĕрт те тупаймарăмăр. Питушк. Хура çĕмĕрт пек ăсла (сусло) юхса тухрĕ (очень хорошее, во время варки), Чеб. Пăхатăп: хура сысна пĕрнесене (кузовья) тек йăвалантарса çӳрет, çĕмĕртсене пĕтĕмпех тăкса пĕтернĕ. Кан. Çĕлен пек çĕмĕрт тĕслĕ, çула кисретекен ăйăрсем. Пазух. Тусан, тăвăр тусра (= тусăра) лайăххине, çĕмĕртрен те хура куçлине. Ст. Чек. Унта пĕр хап-хура, хура çĕмĕрт пек, кушака курать (увидала) Сред. Юм. Çĕмĕрт пик хора (очень черный). Сĕт-к. † Хорăн тăрри хора лаши, çĕмĕрт тăрри çӳрен лаши; тăрсамăр, хĕрсемсем, Тăрнай хăта килет, тет, виçĕ йоплĕ чĕн пуши кастарать те çонтарать. ЧП. Çĕмĕрт тĕмми (куст) тĕл пултăм, татрăм-хыпрăм пĕр пĕрчине.

çĕмĕрт кукли

пирог с черемухой. || В перен. см. Слакбаш. Çĕмĕрт кукли çитереççĕ (секут прутиком, если мальчик не пашет или не боронит).

çĕмĕртлĕх

черёмушник, место, обильное черемухой. Шибач. † Атти сачĕ çĕмĕртлĕх. Юрк. † Аслă улăхра çĕмĕртлĕх, тăрринчен çĕмĕрт татар-и, тĕпĕнчен кăшăл авар-и? Ала 103°. † Вăрман варĕнче çĕмĕртлĕх; эп çĕмĕртшĕн (ради ягод черемухи) çол туман, эп кăшăлшăн (ради обручей) çол турăм. || Назв. сел. Магн. М. Çĕмĕртлĕх çĕмĕрт çинă, пĕр хуллине хуçнă, котне сыснă.

çĕмĕрт-мăйраки

продолговатая сумочка в виде рожка, которая образуется во время цветения черемухи, если ударит мороз в это время. Сред. Юм. Çĕмĕрт мăйраки. (Çĕмĕрт çорлсан, сиввĕ полсан, çĕмĕрт вырнне мăйрака полса ларать. Çĕмĕрт мăйракаланнă тесе çĕмĕрчĕ вырнне мăйракасĕм тохса ларсан калаççĕ).

çĕмĕрт-çырла

ягоды вообще. Ала 85. Утă çулсассăн, вăрмансенче çĕмĕрт-çырла çисе çӳренĕ.

çĕмĕрт-хура

черный как черемуха, пречерный. Пазух. Сирĕн кӳлнĕ лашăр çĕмĕрт-хура. Н. Карм. † Эпĕ каяс çул çине тухсатăр, çĕмĕрт-хура (по построению срв.— улма-чăпар, çăлтăр-хушка) куçна шăлса тăр.

çĕмĕрт хотаççи

то же, что çĕмĕрт мăйраки. Шорк. Çĕмĕрт хотаççи получается из черемухового цветка. Если во время цветения черемухи случится мороз, то цветок, вместо плода, обращается в какую-то продолговатую сумочку в виде рожка.

çĕçке

то же, что çеçке. Альш. Çĕмĕрт çĕçки çурăлать, çаран урлă курăнать. Описка?

тул

тол (тул, тол), наполняться, стать полным. N. Шăтăк тулсан, çын укçине лав çине тиерĕ, тет те, шуйттан ачине кӳлсе килне чуптара пачĕ, тет. Корачка. Пыр шăтăк толсак ларчă çĕмĕрт çисе. Ала 74°. Хурана кĕмерĕ, чукуна тулмарĕ (бык). СТИК. Ĕне çилли тула килет (уже скоро будет полно, у стельной коровы). СТИК. Чĕлĕмне тивертсех туртса пĕтерейместĕн, вăл тула тăрать. Не успеешь выкурить трубку, как оно (ведро) уже полно. N. Пĕве тулнă. Пĕвене шыв тулнă. Регули 1064. Кӳлĕ шăнче çомăртан шу толчĕ. О сохр. здор. Пирĕн ăшран пĕрмаях ăшă тухса тăрсан та, ун вырăнне çĕнĕрен ăшă тулах тăрать Ib. Ача выртнă çемĕн сăпка çитти айĕнчи таса сывлăша пĕтĕмпе хăй сывласа илсе пĕтерет, ун вырăнне таса мар сывлăш тулса çитет. СТИК. Пирĕн пӳртре шыв татăк тăмаст, хамăн çемье пысăккипе, шыва нуммай та тыткалатпăр пуль те, пĕрре пĕри каят, тепре — тепĕри, çавăнпа витресенче шыв тулах тăрать. Ib. Крантлă пичĕке аван та çав (бочка с краном очень удобна), крантне кăшт пăран та, пĕр-ик-виç минутран витре тулса та тăрат. Якейк. Попа эп паян пĕр пăтакка ыраш толимирах (неполный) парса ятăм. Кан. Ун тавра шăтăк кăшт тулми лайăх тăпра тултараççĕ. N. Хам шывра выртнă чухне çăвара шыв кĕрсе тулнă та, хырăм йăлт тулса кайнă. || Разливаться (о реке). Орау. Атăл пĕлтĕрхи чул тулнă, тит, ĕнтĕ. N. Кăçал шыв питĕ тулмари? N. Тулса кай (о реке). N. Атăл шывĕ толнă. || Прибывать (о воде). СТИК. Çырмари шыв кашни кун тулса пырат (каждый день прибывает). Ib. Çырмари шыв тула пырат (каждый день прибывает). Ib. Çырмари шыв тула пырат ĕнтĕ (скоро совершенно наполнится). Ib. Çырмари шыв тулах пырат (мĕн тулнăçем тулат, все прибывает). N. Атăлта шыв тула пырат (все прибывает). N. Çырмара шыв тулнă. Орау. Тата тулать-ши ку кӳлле шыв? Еще будет ли прибыль воды? Регули 424. Шу толах пырать. || Наливаться (о зерне). Сĕт-к. Ыраш тĕшши толса çитнĕ. N. Пăрçи тула пуçласассăн. || В перен. знач. N. Уй варĕнчи олмоççи, çӳлчи сарлать — уй толать, уй илемне вăл кӳрет. || Распуститься (о листьях). Ст. Ганьк. Шыв хĕрринче хурама, çулçи тулса çитсессĕн, тăкăнат аслă шыв çине || О луне. N. Уйăх тулса пырать (или: çитĕнет). N. Тулса çитнĕ уйăх, полнолуние. || Наливаться кровью. N. Мĕкĕрленсе ларнипе пуçа юн тулать. N. Тулса ларчĕ (кровь в рубахе). || Быть выплаченным сполна. N. Окçи толнă таран илĕр. Н. Якушк. † Ырă хăтаçăм (ятне кала), тулчи сана хĕр хулăм, тулмари сана хĕр хулăм. Хĕр хулăмĕ тулман пулсассăн, тата парăпăр, хăтаçăм. || Исполниться. N. Шăп виç эрне тулса çитсессĕн, асатте вилсе кайрĕ. Изамб. Т. Ашшĕ вилни акă пилĕк çул çăварнире тулат. N. Унтан вара, вăхăт тулсан, вăл хăйĕн ывăлне янă. || Испытывать полное удовлетворение, быть удовлетворенным. N. Çăкăр çине пăхсанах, мĕн пур кăмăлăм тулса ларат. ЧП. Килес хăна килчĕ, кăмăлăм тулчĕ. Ib. Савнă тусăр инçе кайиччен, курса юлсам куçăр туличчен. Ст. Шайнурз. † Сирĕн патра эпир килсессĕн, тулаяттăр сирĕн кăмăлсем. || Испытывать обиду, горечь и т. д. N. Ăшăм-чиккĕм тулса çитет. N. Ăш-чик толса охрĕ те, темĕн чол макăрса пĕтрĕм. N. Хурлăх куран салтакăн ăшĕ тулса çитет. N. Сирĕн пурăнăçăра аса илетĕп те, пĕтĕм ăш тулса çитет, куç-çул куçа хупласа илет. Сред. Юм. Ăшăм-чиккĕм толчĕ. Накипело в душе. N. Е ӳсĕрпе ăш тулса çитет те, çынна тем каласа пĕтерен. || Употребл. в качестве вспомогательного глагола. Изванк. Кашни урапана пĕрер икшер лаша кӳлсен, йăвăр пулат, унчух вилнĕ çынсем ларса тулаççĕ, тет. (Поминки). Кан. Куç ыратса-а-а кайрĕ те, хĕп-хĕрлĕ юн анса тулнĕ. N. Вăл çурта часах халăх пит нумай пырса тулнă. N. Çав вăхăтрах таçтан çумăр пĕлĕтсем тухса тулнă.

тумхала

клеймить, ставить метку. Томхалан, сделаться в пятнах. Икково. Кĕпе çĕмĕрт шупе томхаланнă.

топак

(тобак), троздь, кисть. Якейк. Якор, пĕр тват-пилĕк топак (çĕмĕрт) прахса пар-ха. Ib. Мана пĕр топак пилеш пар-ха!

тупăлха

(тубы̆лhа), назв. дерева. Хурамал. Тупăлха, таволга. N. Тупăлха — жимолость. Пшкрт.: тобылҕа, таволга. Юрк. Тупăлха, таволжанка. Зап. ВНО. Тупăлха, кустарник; из корней его вьют черенья для плетей, отличается своею гибкостью. Ib. Ту-ту тăрăх тупăлха, турта тума юрать-ши? Альш. Лаши епле — тур лаша, турти епле — хурама, пĕкки епле — тупăлха. Ib. Шывăн леш аяккинче юн пек хĕрлĕ тупăлха. Ib. Тупăлха теççĕ тата, пĕкĕ аваççĕ унтан. Богдашк. Каччăпа хĕр хушшине тупăлха шăтса тухинччĕ. Ст. Шаймурз. † Тупăлха та турта, турă лаша. Ст. Ганьк. † Сарă-сарă тупăлха, сакăр çĕртен хуçăлчĕ. К.-Кушки. Сирĕн аллăрти туйăрсем тупăлха-и, çĕмĕрт-и? СТИК. Вăл ку тупăлхаран шăхлинчĕ тăват, шăхăртма тытăнат. N. Тупăлха, дерево, красное, как кровь, твердое, не режет нож (нухайкка аври). Ала 71. † Ушкăн кăна, ушкăн, ай, тупăлха, хĕрлисене суйласа касрăмăр. Байгул. Туртисене тупăлхаран тутартăм. Т.- И.-Шем. Вилнĕ çынна çуса тупăка вырттарсан, ун сулахай аллине тупăлха (scr. тупăлăха) тыттараççĕ; тупăлха пулмасан — йĕплĕ хулă, вăл пулмасан — хыт-хура е хĕрлĕ эрĕм тыттараççĕ. Вăл патака ак мĕншĕн тыттараççĕ; çынна пытарсан, ун патне шуйттансем пырса сырăнаççĕ, вилнĕ çын вара шуйттансене хăй патĕнчен çав тупăлха патакĕпе хăваласа ярат, тет. У каждого будто бы есть „тупăлха“, оно сильнее всех других растений для изгнания злых духов. Вилĕ-йăли. Тупăлха — род ивняка, очень жесткое дерево, даже, говорят, будто оно в воде тонет. Кора совершенно красная. На базарах бывают плетенные кнутики из „тупăлха“.

топка

кисть. Б. Олг. Палан топкалă, çĕмĕрт топкалă. См. сапака.

тутат

придавать вкус. N. Йӳçĕ сăрана тутатма: типĕтнĕ çĕмĕрт, çĕр-çырли, çупа хĕртнĕ мăйăр тĕшши.

тухья

тохья (тухjа, тохjа), назв. девичьего головного убора. Тогаево. † Пирĕн йĕвенни йĕвенле, пуян çын хĕрсен тухйи пек. Кĕвĕсем. Мăкшă симĕс тухьяна кам сăхланмĕ тăхăнма? ЧП. Вылямашкăн, кулмашкăн тухья пуçлă хĕр чипер. Альш. Пуçра тухья (ее части: тăрнашка, çамкалăх — карттус сăмси пекки). СПВВ. ГЕ. Тухья — хĕрсем пуçа тăхăнаççĕ. Ст. Чек. Тухья, хушпу çумĕнче. Хушпăвăн антăрлăхĕ хыçĕнче яраписем, енчен-енчен виçшер ярапа. Ăна шăрçа тирсе тунă; вĕçне укçасем, 10—15 пуслăхсем, çакаççĕ. Тухьян антăрлăхĕ çумне малтан укçа 10 пуслăхсем, сапакалисен, пĕр шăрçа урлă çакаççĕ. Ib. Тухья вилли — начар тухья. Чăв.к. Выляма-кулма мĕн аван? Тухья пуçлă хĕр аван. ПНЧ. 130. Пуç çĕклейми тохьямччĕ, тыр акнă контă турĕç поль. N. Хĕрсем илемне мĕн курет, тухья-çуха пит кӳрет. N. Тухья тӳпи силленет, сулăк тенки çакмантан. Юрк. Тухья тăрнашки (тухья таврашĕнче), тухья шăрçи, тухья кăшăлĕ. Альш. Ахаттеçĕм, аннеçĕм, тухью хыçĕ курăнĕ, кĕрĕвĕ те курăнĕ, çапах мана çитеймĕ. Чутеево. Тухья хăлхи. Тăрнашки. Перед тухй’и увешивается сверху мерчен’ем. Сверху тухья унизывается мелкими стеклянными бусами (шăрçа). Ib. Тухья ум-çаккине алă çупки сарлакăш сăран е пир татăкĕ çине (чăн) нухрат çакса тăваççĕ; наверху мелкий нухрат, внизу крупный. N. Тухья ярапи пулать. С. Мокш. Тумли тумлат (капля капает), çĕре тимест. (Тухья ярапи). Шел. II. 41. Çĕмĕрт сапакисем пулĕç, тухья ярапийĕ пек. Ст. Чек. Тухья кăшăлĕ — тухья, с которой сняты деньги и бусы. || Назв. кишки около çĕр хурчĕ (книжки). Пухтел.

тӳмелен

застегиваться. N. † Хăмачă та кĕпе, кĕмĕл тӳме, халь тӳмеленес пек тăрать-ĕçке. || Принять вид пуговицы. Макс. Чăв. К. I, 77. Çĕмĕрт çеçкеленет-çке те, палан тӳмеленет-çке.

тăк

(ты̆к), лить, выливать, проливать. Янтик. Тăкайрас ăна ушкĕнпех (вылить и больше ничего), хуçа ан та пĕлтĕр унта мĕн пулнине. СТИК. Вăт ĕнтĕ тăкат. Вот уж льет (о сильном дожде). Орау. Эй тăкать-çке çăмăрне. ПТТ. Çав çын тем тĕрлĕ килсе тăкса антарас çумăра та сирсе ярат, теççĕ. (Петĕркке шăтăкĕ). N. Тăранса, тумланса пурăнас тесен, малтан тар тăкса ĕçлемелле, || Сыпать, просыпать, рассыпать. N. Ыраша çил тăкрĕ. || Ронять. Пазух. Мăкăнь çеçке тăксассăн, каять пахча илемĕ. ЧП. Мăкăнь çеçкисене çил тăкать (обивает). СТИК. Çĕмĕрт чечекне тăкрĕ (отцвела). || Стрелять. Демидов. Унтан кăсем тата тăка пуçларĕç, тет, кăсем çине стреласем. || Тратить, расходовать, издерживать. N. Мана сарă ерчĕ те, çампа пĕр маях укçа тăкатăп. Хĕн-хур. Вăл чирлесе выртнă вăхăтра лекĕрпе лекартсăшăн мĕн чухлĕ укçа тăкрăмăр эпир. Чăв. й. пур. 12. Куншăн, нимĕнсĕр укçа тăкса çӳренĕшĕн, ашшĕ татах вăрçмалла пулчĕ вĕт ĕнтĕ. || Вывозить, валить. N. Эсир пăха ăçта тăкас тетĕр? || N. Çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнтен кун пĕтрĕ; шуралса шурăм-пуç килнĕ чух арăмăнтан уйăрăлтăн (хĕрелсе хĕвел тухнă чух хĕр-тантăшсенчен уйрăлтăн); тăр-кăнтăрла çитнĕ чух йăхран-тĕпрен уйăрăлтăн. (Юрлаççĕ тăкма тухнă чух, ăсатнă чух юрлаççĕ). || Иметь урон. N. Халăх тăк, иметь потери людьми. || В качестве вспомог. гл. N. Эпĕ илнĕ пĕренене касса тăкса пĕтернĕ. N. Темĕн чухлĕ тупă кăларса тăкнă (наставили?). N. Каласа тăк. Кан. Подпискă адрĕсĕсене чĕрсе тăкнă. Ib. Юлашкинчен уçăп кăмакине пĕрер кирпĕчĕн ывăтса тăкрĕ. N. Çийĕнчен тумтирĕсене çуркаласа тăкса... Шибач. Вăл хота çĕтсе тăкрĕ хоçи арăмĕ (изорвала и бросила). Хăр. Паль. 14. Кăна вăл лайăх çеç ятласа тăкрĕ. Ырласа тăкни мĕне? — Кирлĕ мар. Ib. 14. Тăван сассене хурласа тăкрĕ. Итлемесен пурсăра та касса тăкăпăр, тенĕ. Собр. † Пус кутĕнчи кăвак пăр; касса тăкман пулсассăн, ĕмĕр иртĕ, терĕç пуль. Курм. Ан кала-ха, ак эпĕ сана халех хĕнесе тăкăп. Чебокс. Тарçи пĕтĕм сурăха пусса тăкрĕ, тет. Качал. Çав карчăк хĕçпе касса пăрахрĕ, тит, Йăвана та, кайса тăкрĕ шыв хĕрне. Альш. † Ютсем йышлăн, эп пĕччен: калĕçĕ те тăкĕçĕ; калас сăмахăма калаймăп.

тăн

(тŏн), изморозь, заморозок, иней, мороз. См. тăм. Питушк. Сĕт-к. † Хĕрсе çĕмĕрт çорлас чох мĕншĕн тăнех ӳкет-ши? Хĕрсе эпĕр çӳрес чох мĕншĕн напор полать-ши? Собр. † Вăрман хĕрринче хĕрлĕ çулчă, йăвăр тăнпа шуралчĕ. Ib. Кĕмĕл çĕрĕм тухрĕ-ӳкрĕ: уйăх курчĕ те, хĕвел илчĕ. (Тăн ӳкни). N. Кăçал вишни пулмарĕ, тăн пĕтерчĕ.

тăр

(ты̆р, тŏр), вставать; стоять. N. Икĕ ура çине тăрса ӳкерттер. Çутт. 70. Икĕ ура тăрне тăрса йĕри-тавра пăхкалать. N. Хăвăр аппусампа портăпа тăрса вăрçнă. N. Чĕнмесĕр тăрать-тăрать те, мĕн те пулсан каласа хурать (вдруг скажет о том, что уже было). Могонин. Çавăн пек йĕрĕх те çынна тытать; йĕрĕх тĕлне тăрсан, е таптасан, е сурсан, вăл вара çав çынна кĕсен-çăпан чирĕпе асаплантарать. Чуратч. Ц. Вăл хапха патне тăчĕ те, каçчен те ниçта та каймарĕ, çантах тăчĕ. Якейк. Ĕçлен, мана кориччен, чăмăртанса выртнăччĕ; мана корсан, тăрса шăтăкне тарса кĕч. || Вставать с постели. N. Пуринчен иртерех тăратăп. Мы встаем с постели раньше всех. N. Вăл халь те çывăрса тăман. Орау. Эсир тăнă-и? Эсир тăтăр-и? Вы встали? Ib. Эсĕ тăнă иккен. Ты, оказывается, встал. Ib. Эс тăним? Разве ты встал уже? Оринино. Çывăрса тăрчĕ, кайса тăрчĕ. Орау. Хăна тăн(ă)-и? Встал ли гость? Регули З57. Эп килнĕ чох вăлсам порте тăнăччĕ. || Стоять (напр., о войске). N. Кайра тăратпăр. Мы стоим в тылу. || Задерживаться; воздерживаться. Шибач. † Лайăх арăм илес терĕм, хак хаклă. Хак хаклăшăн тăрмастăм(ччĕ), яшкĕрĕмрен хăрарăм. Б. Олг. Виç тенкĕшĕн ан тăр. Не спорь из-за трех рублей, не стой, не задерживай. Кореньков. Трапхим пуçĕ ĕçленĕ саплăкшăнах пит тăман (произн. тăмон), толькă онăн сăкмонĕ пиншак майлă чут полман. Яргейк. † Чемей çулĕ лакăмлă, çул усалтан тăрмастпăр, хĕр лайăхшăн тăрмастпăр; Чемей хĕрĕ пур çинче эпир арăмсăр пурăнас çук. N. Килте хĕрсем: питĕ мар-и(?) мĕн çамрăк, тесе, тармасчĕ полмала. || Стоять за кого (за что), заступаться, защищать. КС. Сутра маншăн пит хытă тăчĕ (заступался, защищал). || Происходить. N. Халĕ конта вăрçă выйлах тăрмаç. N. Вăрçă халĕ вуйлах тăрмаст. || Находиться где-либо; находиться в известном состоянии. N. Пĕр эрнерен ачанăн акăшĕ хăмăшлăха кайса пăхат та, шăмăсем çапла тăнинех курат. N. Унта кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларнă (или: тăнă). N. Эпĕр вăрçăра ик уйăх тăтăмăр. Альш. Çуркунне шыв тăрат, çула та типмес (в болоте). Бес. чув. 14. Халĕ вăл вырăнта пĕр лачака анчах тăрать. N. Вăрçи-вăрçми тăратпăр. N. Вăл унта яланах пĕр пек, пĕр чарăнмасăр тăрать (холера). Календ. 1906. Унта ир пулнă чухне пирĕн çĕрле тăрать. О сохр. здор. Вара шыв тăми пулса курăксем çĕрмен те, тин сивĕ чир пĕтнĕ. Бугульм. † Хранцусски тутăр виç панулми, эрне тăчĕ арчара. Н. Карм. † Сĕтел çинче тăракан, ай, хăпарту, пăрирен мар-ĕçке, тулăран. Регули 20. Ĕçлемесĕр виç кон тăрать çак кĕпе. || Висеть (о кнуте). || Храниться. N. Клетре тырсем мĕле тăраççĕ? О сохр. здор. Кĕççе (войлок) таса тăтăр тесе, ăна пиртен çĕленĕ пит тăхăнтарас пулать. || Сидеть (об одежде, белье). Якейк. Ман кĕпе лайăх тăрать-и, пăх-ха. || Служить, находиться, состоять в должности. Альш. Вĕсем пĕр çул кăна тăнă. Бес. чув. 4. Малтан вăрман улпучĕ патĕнче виçĕ çул тăрса ирттернĕ. N. Хăшĕ халĕ вĕрентекен пулса тăраççĕ, хăшĕ тата урăх ĕçре тăраççĕ. N. Чиркӳ старастинче тăрасси темĕнех мар. || Быть в ожидании чего-либо. Тюрл. Пирĕн атте аппăшин хĕрне çураçнăччĕ те, туй тăвасшăн тăратьчĕç. || Держаться (в памяти). N. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, нуммай чĕркĕр çинче вылятрăр, халь те тăрат чĕре варринче. || Находиться в чем. ЧП. Мĕн пур кил ун пуçĕнче тăрат. N. Çав кӳкĕрт шăршипе пӳрт ăш-чиккинчи пĕрене çурăксенче тăракан чирсем пĕтеççĕ. || Стоить. N. Унта кайма тенкĕ тăрать. N. Вĕсен пĕр тумтирĕ те хăшшĕн пирĕн çурт хакне тăракан пур. N. Сирĕнпе пĕр сехет курса калаçни пĕр ĕмĕре тăратьчĕ. N. Эсĕ çăкăрăн пĕр пĕрчине тăмастăн, вĕт, теççĕ. N. Укçа пĕр тенки пĕр пуса тăман вăхăт килĕ. N. Пĕр-икĕ сăмах çырсан та, çĕр сăмаха тăрать. N. Ку япала нимĕне те тăмас (ничего не стоит). N. Мĕн чухлĕ тăрат? Перев. Мансăр пуçне эсир ниме те тăмастăр. Регули 104. Çав кĕпе ĕçлесси те пĕр сом тăрать. Ib. 133. Çав кĕпе ĕçлеме пĕр сом тăрать. Хурамал. Кунта этем ячĕ мĕн пурĕ иккĕ, а эсир виççĕн, виçĕ этем те манăн пĕр чурама тăмаç, тет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 11. Анчах шыраса вăхăт ирттерме тăрать-и? — Тăмасть. N. Эсир пурсăр та нимĕне тăмастăр. Чинер. Манăн 25 тенкĕ укçа 25 пуса та тамарĕ пулас (не оценили посылки). N. Мана кĕнеке вуласси те мĕн тăрать (= паха). Юрк. Старасти те ăна хирĕç, аллипе умĕнчи çуртисем çине тăсса кăтартса: кăсем акă икшер пус тăраççĕ, кăсем виçшер пус, кăсем пилĕкшер пус, аккусем тата, шултăрараххисем, вуншар пус тăраççĕ, тесе каласа парат. N. Хамăр ăслă, ыттисенчен кая пулмасан, çын мăшкăланни мĕне тăрать вăл? N. Нумаях та пулмаст, вăл 50 миллион кивсен илчĕ. Анчах вăл укçа нимĕн те тăмаст: 2З кĕпĕрне çыннине выçă вилесрен хăтарас тесен, темиçе миллион тенкĕ кирлĕ. ТХКА 48. Пирĕн лаши виççĕ, хăлхи улттă, хӳри виççĕ, виç лаша чунĕ пулин те, пĕр лайăх лашана тăмаççĕ вĕсем, тесе пуплетчĕ пирĕн атте. || Стоять в цене. Кан. Тыр-пул, апат-çимĕç хаксем çапла тăчĕç. || Стоять твердо, настаивать. N. Вăл туртма пăрахас тесен те, час пăрахаймасть. Хăй сăмахĕ çине тăракан çын анчах пăрахма пултарать. N. Эппин сăмахăр çине тăма тăрăшăр (держите слово). || Стоять (о погоде. Здесь „тăр“ иногда не переводится). N. Кун сивĕ тăрат. День холодный. N. Кунсем пĕр май сивĕ тăраççĕ. N. Çанталăк мĕнле тăрат? Какова погода? Якейк. Ай, халь авăн илме çанталăк уяр тăрать (ясная погода). Букв. 1908. Çанталăк ăшă тăнă. Толст. Çĕр çинче çанталăк пур тĕлте те пĕр пек тăмасть (не везде одинаковая погода). || Продолжаться. Панклеи. Тĕтре тăрчĕ (продолжался) тăватă кун. Кан. Çĕр чĕтрени 30 çекунлă тăнине пĕлетпĕр. Ib. Выставккă сентябĕрĕн 29-мĕшĕнче уçăлса октябĕрĕн 1-мĕшĕччен тăрать. Толст. Вăл вырăнта çу виçĕ уйăх анчах пулать, ытти вăхăтра пĕр маях хĕл тăрать. || Держаться на чем. Орау. Пӳрт çийĕ юпасам çинче тăрать те, пит начар, кĕç-вĕç ӳкес пек туйăнать. Крыша держится на столбах плохо. || Удержаться. Бгтр. Пылчăкĕ тăмарĕ, тет те, шыв киле çитиччен пĕтĕмпех юхса тухрĕ, тет. Грязь не удержалась (в решете), и вся вода вытекла. ЙФН. † Ырă çурт çинче юр выртмасть, пирĕн пуç çинче çӳç тăмасть. (Салтак юрри). N. Хăвăнта тăман сăмах çынта тăмасть. (Послов.). Якейк. Эпĕр туйя кайнă чох хĕр аллинче çĕрĕ тăмаçть (т. е. на время отдают парням ехать на свадьбу). || Приниматься, начинать. Скотолеч. 17. Анчах пĕрре сĕрме тăрсанах, пĕтĕм лашана сĕрме юрамасть (нельзя в один прием, сразу протирать всю лошадь). N. Килте хут пĕлекен те çук; писме çыртарма тăрсан та, виçĕ-тăватă киле çитес пулать. N. Письмо çырма тăрсан та, темиçе начальник чĕнеççĕ (зовут, т. е. не дают покоя): Гурянăв та Гурянăв, тесе. N. Çам пек çырма лараччин, çырмали питĕ нăмай пекчĕ, çырма тăрсан.. пурне те манса пĕтрăм. Ачач 25. Кунĕ уяр, ăшă. Хĕвел пăхать Тумла юхма тăрасшăн. Ib. 53. Алăкран кĕнĕ чух такăнма тăчĕ. N. Çисен, пуçах пуçтарма тăнă вăл. || Собираться. Толст. Çуртана сӳнтерес тесе тăраттăм ĕнтĕ, сасартăках темĕскер çыртнине сисех кайрăм. Б. Олг. Эп онтан кайма тăртăм, вăл каларĕ: çарăн-çарăн, паратăп, паратăп, ик кĕренке вонçиччех, тет. Турх. Вĕлерме тăнă вăхăтра... Чăв. й. пур. 9. Хăй çынна япала парса пулăшса тăрсан та, çапах çынсене нимĕнпе те кӳрентермен. || Пытаться (сделать что-либо), намереваться.N. Пурăнма йывăр пирки çак хĕрача темиçе хутчен те çакăнма, çăла сиксе вилме тăнă. Пир. Ял. Çакăнса вилме тăнă. Ст. Шаймурз. Катма тăтăм, шăл витмерĕ (орехи). В. Олг. Салтакне касса пăрахма тăрчĕç: чăсатăн, тесе. Кан. Хăйĕн малтанхи арăмĕ патне револьвĕрпе пырса кĕрсе, арăмĕнчен япаласем илсе тухма тăнă. || Задерживаться. N. Анчах нуммаях ан тăр, часрах тупса кил вăлсене! — Юрĕ, нуммай тăратмăп, тупса килĕп эпĕ. ЧП. Нуммай тăмăпăр, час кайăпăр. Юрк. Нуммай та тăмаст, калле çаврăнса тухат та: кĕтсе тăрăр, час тухĕ, тет. N. Нумай тăмастăп калах яратăп (письмо). О земл. Сӳрене пăртак тăрарах тепĕр хут тусан, эпир усă куратпăр. || Ждать, подождать, потерпеть. N. Тархасшăн пăртак тăр, чăт. N. Вăл ĕлĕкхи пекех, нимĕн те тăваймĕ тесе, тăрса пулмаст. ЧП. Çичĕ кун та ан тăр, килсе тăр. Альш. † Эрнен хушши ултă кун. Эрне ан тăр, тăванăм, пырах тăр. || Относиться к кому. N. Бюрократия тесе чиновниксене пурне те, вĕсем халăха мĕнле тăнине калаççĕ. || Считаться за кем. Капк. Хут çинче унăн хваттерĕ Сĕнтĕр-вăрринче учитĕлницăра пурнакан акăшĕ çийĕнче тăрать. || Иметь желание. О сохр. здор. Унăн ĕçлесси килмест, яланах выртасшăнах тăрать (при лихорадке). N. Нихăçан та ӳпкелешмеççĕ, çынна хирĕç усал сăмах калаçмаççĕ, никама та усал тăвасшăн тăмаççĕ. || Быть готовым. N. Парас пек тăр. Н. Седяк. Тилĕ çăхана тытрĕ, тет те, çиме тăрат, тет. || Побывать. ЧС. Эпĕ пиччесем патĕнче пăртак тăтăм-тăтăм та, ăйхă киле пуçларĕ. || Бывать, находиться. N. Çавăнпа ăсен укçисем темĕн чухлĕ çĕлесен те, алра тăмас, тет. О сохр. здор. Çĕр нӳрлĕ тăмасть (не бывает сырою, на горе). Ст. Ганьк. Çĕлен сăхсан, выльăх та, этем те шыçăнса каят, ун шыççи хытă тăрат. Ходар. Хурал пӳртĕнче хай кăнтăрла çын питех тăмаçть. || Оставаться целым, находиться в целости и сохранности. Пухтел. Çăнăх та тăмас. ЧС. Лаша умĕнчи çиме çаплах тăрат: пĕртте иксĕлмен. N. Хăйсем сывă-и, çӳреççĕ-и, выльăх-чĕрлĕхсем тĕрĕс-тĕкĕл тăраççĕ-и? || Принадлежать. Кан. Эсеккасси ялăн çĕрĕ çинче тăватă ял çинче тăракан халăх вăрманĕ пур. || Взлетать. || Следовать. N. Манăн сăмах çине тăр. || Восстать. N. Хирĕç тăр. || Жить, обитать, здравствовать. N. Вăл ман патра тăрать. Календ. 1904 Праçшкре те кӳрше кайса килетĕп те, вара кунĕпе килте тăратăп, тет. N. Нумаях та тăмăн, çуркунне пулĕ, унтан çу та çитĕ. Алешк.-Сапл. Сыва тăратна? тесе салам яр. Альш. Унтан тата: ят улăштармасан ача тăмас, тенĕ. Çавăнпа улăштарнă (прежние чуваши). Хăшĕ-хăшĕ ачи начар ӳссессĕн: ятне улăштарас, теççĕ. N. Епле шухăшпа тăратăр, мĕн шухăшлатăр, мĕн калаçаççĕ сирĕн ялта? тетĕп. Альш. Çăммисем: ĕлĕк пит аван тăраттăмăр, тет. Бес. чув. З. Сывă тăратăн-и, ачусем мĕнле пурăнаççĕ, выльăхусем мĕнле тăраççĕ, тесе ыйта пуçларĕ. Сборн. по мед. Ачасене туртса илтĕн пиртен, киле пымаççĕ, кунтах тăрасшăн. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет. N. Акă нумаях та тăмăпăр — салтак пулăпăр. Кан. Пĕр çынпа. Çавнашкал ĕçпе тăнăскерпе, лав çине ларса тухса вĕçтерет. N. Санран çыру илмесĕр пилĕк уйăх тăтăмăр. || Не переводится при „пек“ N. Тăвансем тăраççĕ йĕрес пек. N. Çăмăр çăвасшăн. Ун чухне çăмăр çăвас пекех тăратьчĕ (собирается дождь). || Употребляется в качестве вспомогат. глагола. N. Кайса тăратпăр, укçа çук. Мы ходили туда, но там (всё) нет денег. N. Эсĕ пирĕн пата кайкаласа тăр. N. Каймасăр-килмесĕр ан тăрăр. Захаживайте почаще. N. Пичче, ан çилен, эпир ярсах тăнă, çитмеç апла сан пата. N. Хĕветĕре эрнере пĕре курах тăрап. В. Олг. Халь çисе тăримест вăл, каймалла. ЧС. Кăнтăрлачченех киле кайса тăраймăпăр-ха, çак керемет çеремне кăшт та пулш сухалар. N. Вăл çапла каласа тăнă чухнех... СЧЧ. Ну, кусем чăнах та пăрахса тăраççĕ ĕнтĕ (совсем вот кажется готовы бросить языческие молитвы). Пĕри-пĕри чирлесенех, хай-ĕскерсем нуккă чӳк тума тапратаççĕ, чăтса кăна тăр. Трень-к. Вĕсем уя тухса тăратьчĕç те, пире кĕтетчĕç. N. Шăтăк алтса тăчĕ те, алтса çитерсен, хатĕрленĕ шăтăкне хăех кĕрсе ӳкрĕ. N. Аттеçĕм, аннеçĕм, хуран тулли аш çакса: пиçе тăтăр, терĕр пуль; хĕрĕре аякка парса: йĕре тăтăр, терĕр пулĕ. Юрк. Эпĕ килте ĕçлемесен те, кашни уйăхра эпĕ сире укçа ярса тăтăм. Истор. Ăна хирĕç янă çар чарса тăрайман, пĕр май чакса пынă. N. Ман короле çын ирĕкне тивес çук, юсах тăрсан, нихăçан та вилес çук. N. Камăн та пулса сасартăк сиен пулса тăрсан анчах хăй тума пулнă ĕçе тăваймасть. N. Ăна курасшăн çĕмĕрт йывăççи çине улăхса тăнă. N. Унччен те пулман, сут тавраш çитсе те тăнă. N. Çав вилнĕ çын ӳчĕ типсе хытса тăнă, ун пек кĕлеткене мумия теççĕ. N. Çак йĕрке тăрăх акă мĕн пулса тăнă. Юрк. Çав сăмаха илтсен, хай çыннăн вăтантарас вырăнне, ирĕксĕрех ăна мулпа пулăшас пулса тăнă. Ивановка. Шкулта эпир пынă çĕре урăх ачасем те нумай пухăнса тăнă. Сред. Юм. Нăмай шохăшласа тăрса полмас. Долго раздумывать нечего (нельзя). Изамб. Т. Салтака кайсан, килтен укçа ыйтас вырăнне, хăй ярса тăчĕ. Алших. И, Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве тăрăх хӳме-тĕр; аршăн-аршăн пĕвĕм-тĕр, ылттăн ука çӳçĕм-тĕр, кĕмĕл черкке куçăм-тăр, йăлтăраса тăрат-тăр; ай-хай чунçăм, вăйçăм, янăраса тăрат-тăр. Чăв. юм. 1919 ç. 11. Ука çӳç тыткаламалла та мар: хускаланса, ваткаланса çеç тăрать. Шăна чир. сар. 18. Çимелли япалисене пĕр маях витсе тăрать. Чураль-к. † Çинçе урама хыпар яртăм, хĕрсем тухса тăрмалла; хĕрсем тухнă, ачисем тухман, ачисем тухнă, эпир мар. Орау. Пĕр-пĕринпе тавлашса тăмастăр-и? Истор. Час-часах тата монахсем тăвас ĕçе вĕсене хушса тăриччен хăй тăва-тăва пăрахнă. N. Çынсемпе çапăçса алли-урисене амантса пăрахаççĕ. || Употребляется в чувашизмах. Букв. 1904. Савăннипе пĕртте туйман, хĕвел каçалана кайнă-тăнă. Ib. Инкек çине инкекех тата: çав вăхăтрах ун ури салтăннă-тăнă. Ib. Унтан хайхи вăрăм-туна эрешмен картине çакланать-тăрать. Альш. Пĕр-пĕр улпут тавраш виç-тăватă лашапа кӳме кӳлсе, хăнкăртаттарса иртсе каят-и, вăкăр кĕтĕвĕсем хăваласа каяççĕ-и, унта мĕн те пулсан курах-тăран: ахаль иртмес пĕртте вăхăт. Ib. Вăрманта çул такăр, тӳрем. Ниçта çырмана-мĕне анса-туса тăмалла мар пирти пек. Сред. Юм. Калах тăран-ха эс она, пăртак тăрсан каллах манса каять. Все ему сказываешь, а он немного погодя опять все забывает. N. Унăн тавлашасси, чĕлхепе çĕнтересси анчах киле тăрать. Собр. Хăни килех тăрат, кĕççи сарлах тăрат. (Пӳрт улăхтарни). N. Каç выртсатăма питĕ кансĕр: çанталăк сивĕ. Яжутк. Пирĕншĕн аттен ма макăрас, тăрас-кӳлес лаши пур. Скотолеч. 27. Тăнă çемĕн хытăрах кӳпĕнсе пырать.

тăрнай

глуповатый. Якейк. Сĕт. к. † Хорăн тăрри — хора лаши, çĕмĕрт тăрри — çӳрен лаши; тăрсамăр, хĕрсемсем, тăрнай хăта килет, тит, виçĕ йоплĕ чĕн пуши кастарать те çонтарать.

хол-калак

(-к’), хол-калакки, хул-калакки, лопатка (кость). Якейк. Çĕмĕрт çинчен ӳксе хол-калак тохса кайнă он.

хура

хора, черный. См. йĕпкĕн-хура, хуп. N. Мамăк тушек сарса, чаршав карса, кăчăк туртса юлчĕ хура куç. N. Хура куçлă хĕр, черноглазая девица. КВИ. Хура куçлă хĕр инçе, хăйĕн хитре пӳртĕнче. Черноокая далеко в пышном тереме своем. N. Хура çилхеллĕ лаша, черногривый конь. ГФФ. † Пирĕн поç çинче хора калпак. У нас на голове черная шапка. Якейк. † Пуçăм толли хора калпак, пуçа тăхăнса çӳремесĕр хора халăхран уйăрлтăм. ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман, Иван тĕлне çитсессĕн арки вăр-вăр туса пырать, Иван тохтăр, тет, корнать. Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома, начинают раздуваться, как бы говорят: выходи, Иван! ГФФ. † Хора тăлăппе мохтанать. Хвастается (своим) тулупом черной дубки. ГФФ. † Пирĕн алăра хора алстой ( = алсатуль). У нас на руках черные голицы. ГФФ. † Пирĕн орара хора кĕççат. У нас на ногах черные валенки. Сет-к. † Хора çăккăр çийиччен шор колачах çиер-хе. Шишкин. † Эсир ăма пит хора? — Хора çăкăр çинĕрен. Сĕт-к. † Авоç килет ман тантăш кăвак лашине выльятса, хора çонине янтратса. Т. Григорьева. Хура ĕне сĕчĕ тутла, теççĕ. А.-п. й. 70. Тухать, тет, пуян арамĕ хура ĕнине сумашкăн. N. Хура халăхпа, хĕрĕ-хĕрарăмĕпе, ачи-пăчипе, çак хура вăкăрпа асăнатпăр, тав тăватпăр сана, учук турри. А.-п. й. 5. Ĕлĕк пĕр карчăкпа старикĕн пĕр пысăк хура кушак пулнă. Оп. ис. ч. II. † Хура сăсар йĕрне йĕрлес мар, атте-анне ятне ярас мар. Не надо (мне) искать по следу черную куницу, не надо (мне) позорить имени отца-матери ГФФ. † Хора йос çи тирĕнчен те ялккас калпак çĕлетрĕм. Из шкурки черного горностая сшила шапочку. N. Саманисем йывăр, чунăм айван, авкаланап хура пăлан пек, тесе юрлатчĕç авал. Оп. ис. ч. II. † Хура чĕкеç ларнă çирĕк çине, ик çунатне янă ирĕке: юратнă тăванăм килнĕ чухне, ярам-и кăмăлăма ирĕке? Опустилася на ольху ласточка черненька, распустила свои оба крылышка вольненько; как приехал мой родимый, развернуться что ли? Дать свободу ретивому, дать сердечку воли? В. С. Разум. КЧП. † Хура-хура кушакăн çăнĕ ( = çăмĕ) йăл-йăл курнатĕ. Чаду-к. Çав вăхăтра Иван хура туя илнĕ те çĕлен патшине çапнă. Бигильд. † Хусан варринче хура юпа, мĕн ырлăхпе (для какой пользы) лартнă-ши? Бюрг. † Çамкасене çырнă хура çыру, сĕтпе çуса ярсах пулмасть-çке. Ск. и пред. чув. 73. Кĕтӳ хыççăн урампа хура тусан хăпарать. N. Мăн çол çинчи хора тосанне хора-тор лаши хоскатрĕ. Орау. Пĕтĕм яла хура пĕлĕт хупласа илчĕ. Ск. и пред. чув. 69. Икĕ куçĕ хуп-хура, икĕ хура шăрçа пек. И. Тукт. † Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. НР. † Пахчи, пахчи, çĕмĕрт пахчи, çĕмĕрт çисе ӳсрĕмĕр, эх, ӳсрĕмĕр,— çампа хура пултăмăр. Сады, сады, черемуховые сады! Питаясь черемухой выросли мы, потому, видно, черными мы стали. Регули 716. Çав хорараххи çирĕпрех. Альш. † Хура Атăл урлă каçмарăм, Шурă тинĕс шывне ĕçмерĕм.|| Темный. ГФФ. † Хора та вăрман варĕнче çутă та кулли пор, теççĕ. Среди темного леса, говорят, есть светлое озеро || Вороной. См. йĕпкĕн-хура, хуп. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша... Ивана вороная лошадь... НР. † Хура лаша çилхине йĕс турапа турарăм. Вороного коня гриву медным гребнем расчесала я. ГФФ. † Веçа килет пирĕн йысна хора лашине сиктерсе. Вот едет наш зятек. Его вороная лошадь весется вскачь. А.-п. й. 71. Кӳмине виç пар маттур хура ут кӳлнĕ, тет. Пазух. † Хура кăна лаша, катра çилке, килĕшет хура çул çийĕнче. Юрк. Хура лаша вăрлакан шĕшкĕ айĕнче тăракан, пуйăн хĕрне вăрлакан пĕр пус укçасăр хăтăлакан. Кума-к. Тухсассăн (вылезши оттуда), хура лаша çуни çине вотă нумай тиерĕм, тет || Нечто черное, чернота. Артюшк. Ача калат: ав лере пĕр хура курăнат (что-то черное виднеется). Собр. Ирхине тăтăм та тула тухрăм, тулта хура-хура курăнать, хура мар-çке, хуралтă. || Çиç. çиçрĕ кĕм. 75. Вăхăт та ĕнтĕ хура кĕре сулăнчĕ. N. Пирĕн хура кĕртенех çимелли пулман, выçă тарăхнă. О сохр. здор. П. Эпир сивĕрен хăраса хура кĕрпех кĕрĕк тăхăнса çӳресен, нихçан та çара уран çӳресе курмасан, вара чăнах та хамăра хамăр ачашлаттарса яратпăр. || Виçĕ пус. 6. Пусса акмасăр хура хăварса кантараççĕ. С. И. Иванов. Хурана шуратса хăварсан, чипер шăтса тикĕсленме пар, тикĕсленсе çитсен шăркана чипер лайăх ларма пар. (Из моленья). N. Ман анасене хура вырттарса ан хăварăр. || Редко. Бес. о земл. Пĕр тĕлте йывă, тепĕр тĕлте хура (сайра) ан пултăрччĕ тесе чухлас пулать. || Черное место. Альш. Ниçта пĕр хура курăнмас. Нигде не видно черного места (где бы не выросла трава). Каша. Хура вăрманта хура çук, хура сăрху лашусене кӳлсе пыр. || Бесснежный (дорога). К.-Кушки. Хура çул, бесснежная дорога. N. Утсем ырхан пулчĕç, çулсем хура пулчĕç: çитеймерĕмĕр вăхăта. Чăв. й. пур. 10. Хура çĕрте унăн лаши туртайман (весною). Бес. чув. 1. Ялсенче тĕл-тĕл хура курăна пуçларĕ, кĕперсем, тусем ытларах та хуралса карĕç. || Поздний (об осени). СТИК. Хура кĕркунне, поздняя осень (октябрь и начало ноября). N. Хура кĕркуннеччен, до поздней осени. Хăр. Паль. З. Акă пирĕн Пальля мăнкунтан хура кĕркуннеччен чавса шыççипе тата çăпанпа асапланать. || Глухой (о ночи). Якейк. Сăпаççипă атия: хора çĕрле çӳреме хора лаша исе пач. Собр. Хусантан илтĕм хура лаша хура çĕрле çӳремешкĕн. Якейк. Пирĕн мочийăн хора лаши хора çĕрле (в глухую ночь) тăрсассăн йĕвенсĕрех тыттарать. N. Ялта та хура çĕрте сасă-чĕвĕ пулмĕччĕ. N. Пирĕн пиччен хура лаши хура çĕрлерен кĕçенет. Сред. Юм. Хôра çĕртенех (в конце или середине осени) пĕррĕ кайса корнăччĕ те, çавăнтанпа такки кайман-ха. || Черная кайма. Альш. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? || Чернила. ЧП. Хурапала çырнă хутсем çинче аттепе анне ячĕ пур. Ib. Тăвансем патне хурапала салам çырса яма юрарĕ. N. Хот çине хора пĕр кĕрсен каймасть. || Грязный. Ст. Чек. Хура арăм-çке ку, кĕпине те çума пĕлмес (грязная). N. Хора кĕпе, грязная рубаха. Цив. Пурте тухаççĕ: ачисем те, ашшĕ-амăшĕ те, пурте хура кĕпи-йĕмĕпех пыраççĕ. С. Тим. Хура ура сырмарăм (не обулась в грязные онучи), урам урлă каçмарăм (не перешла). Кама 59. Питна-куçна çу малтан, хăвăнтан хура тар юхать. Ачана варалан! Бес. чув. 5. Унта вăл малтан хурарах таварсем: кăраççын, тикĕт сутнă. Юрк. Алă-шăллине хурине патăн-çке, çук-и çавăнта тасараххи. || Грязь. Шурăм-п. Юрпа çăвăнсан çич çул кайман хура каять. Тогач. Пĕве çитрĕм, çира хура каймарĕ. (Кăмака çамки). Трхбл. Шурă кĕпе час хуралат, хĕрли çапах хурине çĕклет (т. е. не так скоро марается). || В переносном значении. КС. Ят пăсăлнă çыннăн халăх çинче хура витмест (не имеет влияния на народ). Ib. Унăн ашшĕ-амăш пуян та, хурине витерет, тетчĕç авал чух. Орау. Хура витмест. Его слова не имеют веса (при брани), так как он себя замазал чем-то дурным. М. Ăнтавăш. Унăн нимĕн хури те çук. Он — беззащитное, безответное существо. Собр. Хурапа шурра паллакан пулăр. Будете разбираться в вещах. || Черный = некрасивый. ГФФ. † Сăнăм хора, ăсăм кĕске... Сам я черный (некрасивый), ума немного... || Черномазый. ГФФ. † Çампа хора полнă эпир. Потому (видно) я уродился (таким) черномазым. || Смуглый. Сред. Юм. Хôра хĕр = смуглолицая девица. Актай. † Ай ухман Степан, суйламасăр хĕр илчĕ, сарри-хури тиркемер. СПВВ. ПВ. Хурарах-су сăнлăскер. Юрк. Атте ывăлĕ сарă ывăл, ыталаса вĕл çывăрат. Анненĕн ывăлĕ хура ывăл, кунне виççĕ хĕнемесĕр кун каçмас. Шел. II. 16. Хут çийĕнче анчах тăрса юлĕ... хура тĕссĕм... салху мĕлкеçĕм. N. † Айта, тантăш, киле кас, сана сарри кĕтет поль, мана хори кĕтет поль. (Свад. п.). N. † Сарри сăмавар лартнă поль, хори хоран çакнă поль, çмарта пĕçерсе хонă поль. (Свад. п.). Н. Лебеж. Ялтан яла эпĕ çӳрерĕм хуньăм хура хĕрĕ ӳсиччен; тыт куркăна, хуньăм, лар вырăнна, тайлайса тăрăп умăнта. Собр. Хуннĕм пачĕ хура хĕрне хура çĕртен чупмашкăн. || Чужой, чужак. Кильд. Çичĕ ют хура чăвашсем атте килне пухăннă. Хура выражает чужое, не близкое тебе. N. Хура çын ĕçне пурне те пĕлсе çитерейместĕп. || Большой. Самар. Хура вăрман айĕ такăр пулсан хăтăлаймĕ тилĕ пур пулсан. Когда в большом лесу станет гладко, лисице, если она будет, не уйти целой. Тайба-Т. † Хура вăрман хĕррине капкăн хутăм юртса пыран хĕрлĕ тилĕшĕн. || Много, Сред. Юм. Хôра вăрман пик нăмай (очень много). Турх. Эп çуралнă шывçĕрте хура-хура вăрман пур. Ала 55°. Çул çинче хуп-хура халăх (тьма тьмущая) ман хыçран чупаççĕ. || Резкий (о ветре). N. † Вăш-вăш вĕрет хура çил, мăкăнь çеçкине çавă тăкать. N. Вăш-вăш вĕрен хура çил, тăвăр ăрамсене типĕтет. || Горький (о слезах). Янш.-Норв. Пусмисем умăнче кĕтсе те килмесен, хура куççулĕсем тухнă пулĕ. Ала 99. Хура куçшульпе макăрать. Горько плачет. Якейк. † Ирех тăтăм ирĕксĕр, хура кушшульпе пит çурăм. (Солд. п.). || Мрачный (о думах). Полтава 40. Кетмăн хура шухăшне хĕр юратни тартас çук. || Сильный (о заморозках в мае). ЧП. Сатри улма чечекне хура тăм ӳксе пĕтерчĕ. || Г. А. Отрыв. † Эпĕ савнипе уйăрлнă кун пĕлĕтлĕ кун пулайрĕ, хура çăмăр çăвайрĕ. N. Хурăн тăрри хумханать, хура çăмăр кĕтет пуль. N. Сирĕн пӳрт çине тренче витнĕ, хура çумăр çуса хуратнă, çавăнпа тимĕрĕн курăнать вăл. Чăв.-к. Çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм, хура çумăр килчĕ хуратрĕ, хура чусли тесе ыйтаççĕ. || Злой (враг). Юрк. Урама тухма халăм çук: курăна тăрат хура тăшман. У меня нет возможности выйти на улицу: (как не посмотришь, все) злой враг стоит перед моими глазами. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕех те çинçе пӳçĕм авкаланать хура çын аллинче. Янш.-Норв. † Хура çăварлă халăхсем, евчĕ килне кĕменни атте килне сырса илнĕ. (Хĕр йĕрри). Чăв.-к. Кив Улхаш чăваш — хура чăваш, мана илме килнĕ пулĕ. (Хĕр йĕрри). Бур. Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, хур пулминччĕ хура çын аллинче. || Горный берег (?). N. Эсир вутă йăлăмра туни, хурара туса-и? || Назв. болезни (о глазах). Кан. Хура карнă куç кастарнă хыççăн куракан пулнă. || Назв. растения. В. Олг. Хура, былинка, чернобыль (?). Шибач. Хура = сухая полынь. Бур. † Çил вĕрмесĕр хурасем хумхансан, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. Альш. † Çил вĕрмесĕр хура (т. е. хытхура = хура эрĕм) тапрансан, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. Тайба Т. † Çил вĕрмесĕр хура (мăян е эрĕм) ай тапранат, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. N. Хура = хăвра.

хурăн тăрри

крона, верхушка березы. Собр. Сала-кайăк салатат, хурăн тăрри пуçтарат. (Урай шăлмалли шăппăр). N. Хурăн тăрри хумханать, хура халăх пуçтарăнать. (Урай шăлни). ГФФ. † Алтать-и те алтмасть-и куккукĕ яш-так тай хорăн тай тăрринче? Кукует ли, аль не кукует кукушка на верхушке березы? Сĕт-к. Хорăн тăрри хора лаши, çĕмĕрт тăрри çӳрен лаши, тăрсамăр, хĕрсемсем, тăрнай хăта килет, тит, виçĕ йоплĕ чĕн пуши кастарать те çонтарать. СТИК. Çавсем пирĕн хурăнташ-и? — Хурăнташ хурăн тăрринчен! (или очень дальний родственник, или же совсем не родственник).

хурт

хорт, насекомое вообще. N. Улт ураллă хурт. Букв. 1886 г. Вăрманта пин хурт пуртăр. || Червь, червяк. Орау. Калчасене хурт çия пуçланă. Ib. Хурт çияшшĕ чĕлхĕне-çăварна, çăварăнтан пĕр путлĕ сăмах тухмасть. Микушк. Ыраш хурчĕ нумай пусан, тепĕр çул ыраш лайăх пулать, теççĕ. ГТТ. Çулçă çине хурт ӳкнĕ, хурт пуснă. || Подобне червей, выдавливаемое из лица (кожное сало). Ирч-к. || Пчела. N. Хурт сăхрĕ. Пчела укусила. В. Тим. Çак хуçанăн ĕçки-çики пурте ватă хуртăн пылĕсем. Орау. Хурт çĕмĕрни нихçан та каçмасть (не прощается). Юрк. Хура çĕмĕрт лайăх çурăлсан хурт нумай уйăрат. N. Калах хуртсе кăлартăр пулĕ. Мĕнле, пурте чĕри? Вăй пур-и? Торх. Хуртсен вĕллере апат çук (меду нет), антарман. Ib. Хуртсем ĕçе кайма тапратрĕç (главный взяток). N. Хурт утарне хурчĕшĕн анчах илнĕ вăл (из-за пчел). Торх. Кăçал хуртсен апат пур (медосбор хорош). Ib. Хуртсем ӳкрĕç вĕрене çине (çăка çине, кăчкă çине). Так говорят о полете пчел. Ib. Хурт ĕнмест. Пчелы не ведутся. Ib. Хурт вылятать. Ib. Хурт уçăлчĕ. Пчелы облетелись. Ib. Хуртсене уçăлма кăларса лартрăм. Я выставил пчел для облетения. Ib. Хурт чĕкĕрет. У пчел понос. Ib. Хурт çăвăр ячĕ. Пчелы нароились. || Пчелиный рой. Орау. Хурт тупнă. Нашли рой. Торх. Хурт каялла тухрĕ (о слете посаженного роя). Ib. Таракан хурта лартма тимĕрпе янтратаççĕ. Ib. Хурт амăш çине ӳкрĕ. Отроившийся рой возвратился назад к матке, в свой улей. N. † Вăрман витĕр хурт каять çăка йывăç шыраса, эпĕр кунта килтĕмĕр юлташсене шыраса. ЧП. Хура вăрмана хурт ятăм, хура çĕлен пуррине пĕлмерĕм. Шарбаш. Ялтан яла хурт тусчĕ, хурт тус марччĕ, хĕр тусчĕ, тăрса юлчĕ мĕн тăвас. N. Пĕчик алăкри хорт ӳкрĕ. || Улей. Тюрл. Пĕр пуç хорт (улей).

хуçкалан

гнуться. Риккошкăнь-Янасал. † Вар пуçĕнчи вăрăм йăмри авкаланать, хуçкаланать (гнется-пригибается), çиле йоримасть (не может ветру угодить). Собр. Алăкран кĕтĕм, хуçкалантăм, урай сыппине çитрĕм, хуçкалантăм. (Алăкран сивĕ кĕни). || Упражняться. Чем люди живы. Пăртак хуçкаланса ăшăнкала-ха (разомнись, погрейся). || Изгибаться. Ердово. Вăлта холли пӳвĕм пор, авкаланать, хоçкаланать, той илемне вăл кӳрет. Ск. и пред. чув. ЗЗ. Икĕ çырма хушшине пуçтарăнаççĕ маттурсем, йăваш чăваш ывăлсем хуçкаланса ташлама. || Ломаться, кривляться, вихляться, жеманиться. N. Çĕмĕрт хулли Алекçи каялла-малалла хуçкаланать, ниçта кайса кĕримастĕ, Кулина патне кайса кĕрет. ГФФ. † Окошки омĕнчи олмаççи авкаланать, хоçкаланать — йориймасть, кил хоçине йориймасть. Ял варĕнчи сар каччи авкаланать, хоçкаланать — йориймасть, кил хоçине йориймасть. Яблоня, что растет пред окнами, к гнется, и вихляется, а не может угодить хозяину. Русый парень, живущий на середине деревни, и вихляется, и ломается, а не может угодить хозяину.

кăпчакан

назв. дерева, бересклет. Эпир çур. çĕршыв. 21. Вăрмансенче юман, çăка, шĕшкĕ, вĕрене, ăвăс, çӳçе, палан йывăççи, çĕмĕрт, йытă çĕмĕрчĕ, пилеш, улмаççи, шăлан йывăççи, катăркас, хăва, сăвăс йывăççи, кăпчакан, хăмла çырли йывăççи ӳсеççĕ. См. кăпчан.

кăчакалан

стягиватьçя от вяжущего вещества. N. Çĕмĕрт нумай çисен, çуар ăш кăчакаланат (во рту вяжет). Ib. Пет сивĕ чоня çол кăчакаланат (çона мӳк(ђ)ĕрсе пырат).

кăшăллăх

материал для обруча. Б. Олг. Онта йоман, вĕрене, йĕмле, çĕмĕрт нумай, кăшăллăх. М. Яуши. Катка-пичке кăшăллăх касма. || Количество на ворох.

чечек

цветок. Пазух. 9. † Ан яр утна пахчана, чечек тăрне ан таттăр. Ал. цв. 10. Чечекрен ырă шăршă пĕтĕм пахчана, шыв юхса сарăлнă пек, сарăлса тăнă. N. Ăçта чечек, унта пил пулать, теççĕ. Где цветок, там и медок. И. Тукт. † Пахчари чечек, сарăях çеçке, кĕрхи сивĕпе шанса кайрĕ-çке. Образцы 1. † Кăвак чечек тăррисем — вĕт улача тĕррисем. Ib. 13. † Тарăн варти квак чечек, хĕвел курмасть, çил вĕрмест. Ib. 13. † Аслă çулăн хĕррипе кăвак чечек, çулаймарăм чечекĕ тăканиччен. Ib. 4. † Елшел урам аслă урам, ик аякки сар чечек, сар чечекре сар кайăк. Пазух. 14. † Утма ятăм пахчана сарă чечек суйлама. Хĕр. йĕрри. Вĕл-вĕл чечек, вĕл чечек, вĕлле çинче сар чечек, чечек вĕçсе кайсассăн вĕлле илемĕ каять-çке. Ал. цв. 9. Сасартăк вăл пĕчĕкçĕ ем-ешĕл тĕме çинче ĕмĕр курман, ĕмĕр илтмен, юмахра калама çук, хут çине çырса ӳкерме çук, илемлĕ хĕрлĕ чечек ларнине курах каять. Образцы 11. † Çӳлĕ тăвăн хыçĕнче арпус чечек юр пекех. Ib. 15. † Сикрĕм антăм пахчана мăкăнь чечек татмашкăн. Хĕр йĕрри. Сикрĕм каçрăм пахчана, мăкăнь чечек пулĕ тесе, мăкăнь чечек пулмарĕ. N. Улма йывăççи чечекне тăкнă. Баран. 101. Мăкăнь чечекре чух, ăна çĕртен туртса кăлар-ха. N. Манăн савăнăç чечек вăхăчĕ иртрĕ. Г. А. Отрыв. Улма чечекрен тăкăнсан, каять пахча илемĕ. N. Корăксам чечеке ларма пуçларĕç. Рак. Çеçен хирĕн варрине шур юр çунă, çырла çеçки чечекĕ епле-ши? Ib. Хура вăрмансене те халь пас тытнă, çĕмĕрт çеçки чечекĕ епле-ши? С. Тим. Арман чулĕ çĕкличчен лапри чечек пулас мĕн, лапран лапа çӳрес мĕн, лап илемне кӳрес мĕн. N. Улма чечек лартсассăн, килет пахча илемĕ, улма чечек лартмасан каять пахча илемĕ. Букв. 1900. Мăкăнĕн чечекĕ те пит илемлĕ, вăрри те тутлă. Шинар-п. Вăрманта çулла пур курăксем те чечек кăлараççĕ. Михайлов. Каччă ĕмĕр мĕн теттĕр вара? Пӳрт умăнчи шĕшкĕ мăйри чечек пек. || СТИК. Хĕвелçамăшăн чечекĕ, лепестки у подсолнечника. || Комнатное растение. Красноарм. Колхозниксем культурлă пурăнаççĕ. Чӳречесем çинче чечексем, килĕрен сехет, тĕкĕрсем. Рак. Чӳречисем çине чечексем лартса пĕтернĕ. || Бахрома, кисть. Золотн. N. Йĕке çине тăхăнтарнă чечек. Ст. Шаймурз. Тимĕр-кăвак лашан çилки чечек, камăн иккен савнă учĕсем. || Дама (в картах). Тайба Т.

чечеке лар

цвести. N. Чечеке лар — чечек кăлар. КС. ХЛБ. Курăк ӳссе чечеке ларсассан ăна çăлас (косить) пулать. Ал. цв. 17. Хĕрлĕ чечекĕ тата илемлĕ чечеке ларнине курсан, савăнса каялла хăйĕн патша çуртĕнчи пек пӳлĕмĕсене каять. Сунчел. Шыв чечеке ларать. Вода цветет. Альш. Хĕвел çавăрăнăшĕ чечеке ларнă. Ib. Çĕмĕрт чечеке ларать. А. Петр. Курăксем час чечеке лармарĕç (поздно цвели).

чечек ывăт

цвести. Альш. Çĕмĕрт чечек ывăтни вăрман урлă курăнать, Алших хĕрсем выляни çын çын урлă курăнать.

чыя

вишня. Шел. II. 41. Çĕмĕрт сапакисем юлĕç тухья ярапийĕ пек, палансемпе чыясем мерчен сапакийĕ пек.

чух

чох, пора, время. Конст. чăв. Вара эпĕ: ĕнтĕ кăнтăрла çитет пулĕ, мана ăсатăр, пăрахут çине çиткелесе лараччен чух пулĕ, терĕм. Курм. Атьăр киле, ачасам, киле кайма чох полнă, хĕрсем кĕтсе тăраççĕ полĕ. Б. Хирлепы. Атьăр киле, ачасем, киле кайма чух вăхăт. Бур. Ĕнтĕ ир те пулат, каç та пулат, пире киле кайма чух пулат. Сред. Юм. Сана кайма та чох çиç (пора идти). || ЧС. Ун пек чух нимĕн туни те малалла каймасть. Ib. Çилĕ тата çавнашкал чух таçтан тухат-и тен, улăмпа витнĕ çурт тăррисене çавăрать анчах. Б. Олг. Су пол-ха тепре кориччен. Ста тата тепĕр чох корăпăр çапла, корăпăр. || Впору, как раз. N. Ку пиншак мана чухах. Этот пиджак мне впору. N. Ку мана чу-хах. N. Чох ларать темпир (впору, плотно). Сĕт-к. Ку сăхман мана чохах йорать. Орау. Пăх-ха, ку сăхман мана чухахç? Яжутк. Сăхманне тăхăнса пăхрĕ тет те, чухах пулнă, тет. Регули 1919. Чохах полчĕ сана (чох сана), чох килчĕ. Тайба Т. Кăçал хĕрсем вак кăна, пире выляма чух кăна. ГФФ. † Чух сарлака чĕн пиççи çинçе пилке чох полчĕ. || Во время, как раз. Янтик. Ирхипе тухса кайрăмăр та, чох çитрĕмĕр (= вăхăтлă). || Как раз. КС. Эсĕ Ыраша нумай пулать терĕн, мĕн нумаййи, чух анчах (только хватило). || Точь-в-точь. Изамб. Т. Кĕнеке арчана чухах кĕрсе выртăрĕ. Регули 1314. Ман сăмахпа чох тунă. Ib. 1277. Чох шотлă çӳрерĕмĕр. || Едва, чуть-чуть, кое-как, с трудом. N. Чух йăтса килтĕм. С трудом притащил. N. Салтак хутаçне чух йăтса пĕр çын патне пырса, хăна килĕ ыйтрĕ, тет. Paas. Чух-чух çӳрет (едва). N. Япаласем, çĕклемеллисем питĕ нумай, чух çĕклесе пыратпăр. N. Чох сӳсмен çĕклекенни. N. Чух тарса хăтăлтăмăр. Чув. календ. 1911. Шкулта кĕнекесем сахал пулаççĕ, вăл кĕнекесем ачасене те чух çитеççĕ. || Полный. Çутт. 55. Кĕрет те, арăмпе пĕр карçын чух çăмарта йăтса тухать. || Так! N. Чух кирлĕ сана! Так тебе и надо! Ст. Чек. Ку япала сана чух (гов., напр., избитому). КС. Чухах-ха ăна! Так ему и надо! Орау. Чухах-ха ăна, тек куштанланса çуреччĕ-ха (придирался. Гов. после того, как побили кого-нибудь или что-нибудь потерпел озорник, заслуживший наказание). Ib. Паян Яшка Елекçине хĕненĕ, тит, пасарта.– Чух кирлĕ, çавна шыраса çӳренĕ вăл. Ст. Чек. Ку эсĕр хĕнени ăна чух-ха. Так его и надо. Ib. Сана ку чух-ха! Так тебе и надо. N. Тăшмана çак чух, терĕм. || Посредственный, посредственно. N. Сан ачасем епле вĕренеççĕ? — Чух мар-и. В. Олг. Пĕр чох касат (коса). N. Учĕсем чухрах, çулсем хура. ЧП. Арăм пулсан чух кирлĕ. || Средний, средне. Шибач. Тырă-полă чох полчĕ – ни осал мар, ни лайăх мар. N. Чох вăтам хресчен, средняк. Васильев. Чăххи кĕмĕл сăхсассăн, чăх тытса кĕрекен хôрĕн опăшки питĕ пуян полать, теç, тырă сăхсан — чôх пôрнакан полать, кăмрăк сăхсан – пит чохăн çын полать, теç. СПВВ. Ни ватă мар, ни яшă мар, чи чух! Юрк. Вĕсем пит лутрах та пулман, чух кăна çынсем пулнă. Пролей-Каша. Чух çын, человек умеренного, не очень высокого роста. N. Чух лайăххи тури урам, чăн лайăххи сăрт касси. || Умеренный, умеренно. ХЛБ. Ыраша-и, урпана-и чух акас тетĕн пулсассăн, пĕр ана çине вăрлăхĕ сакăр пăталкка анчах кирлĕ. N. Пирĕн тантăш пит чипер, пирĕн йысна чух чипер. || Количество, мера. N. Нумай чух, много раз. || Достаточно. Юрк. Пӳлĕмĕм икĕ çынна пурăнма пит те чух, пысăк. || Немного. Орау. Чух пирĕн ĕнерен çӳлĕрех те ĕни, çапах та хаклă ĕнтĕ, алă тенкĕ тăмасть. N. Чух çĕрпӳрен иртсессĕн, Йĕпреç вăрманĕ патне çитсессĕн, çамрăк шулĕк калать ваттине. N. Унтан анне мана япаласем парса, ачашласа чух чарчĕ. Имень-к. † Саттин саппан чух кĕске, чух кĕске те, вăхăтлă. || Плохой, плохо. Сĕт-к. Ĕлĕк Ваçок калатчĕ: сарă вăрăм хĕрсене сарай кашти твас, титчĕ; халĕ хуне чох килчĕ, сарай кашти тăвĕ-ши, ыталаса çӳрĕ-ши? N. Хирти акăш çуначĕ чăпар пулĕ пуласси; мана çырнă çын ачи чухрах пулĕ пуласси. Алик. Эй чух акисам, пирĕн куçран ма пăхас, çӳлте çăлтăр курман-и? Тораево. Ĕлĕк Иван калатчĕ: хура вăрăм хĕрсене хуран хăлăп тăвас тетчĕ, ех пулчи чух пулчи. || Смирно, кротко. Якейк. Ай кин Мари пор, чох çӳрени (вести себя как люди) килĕшет. || Когда, пока, раз. N. Эп сухал хырнă чох эсĕ вырт. Артюшк. Тупăннă чух илсе таврăнас, тет. Раз нашлась, так ее взять надо. Регули 121. Вăл килес чох эп килте çок полăп. Ib. 174. Эпĕр килнĕ чох çиçĕм çиçрĕ. Такмак 1. Çитмĕл çухрăм çеçен хир урлă килнĕ чух куртăмăр эпир çил çунатлă урхамах. N. Çĕрелле те çӳлелле куçĕ пăхать утнă чух. N. Урампала пынă чух çĕр чĕтренет лайăххăн. Образцы 19. † Вăрман витĕр тухнă чух çĕмĕрт çинче пирĕн куç, урам витĕр тухнă чух хĕрсем çинче пирĕн куç. Калашн. 8. Хĕпĕртеççĕ çăлтăрсем уйăх тухнă чух, çутăра выляма лайăх тесе. Когда всходит месяц – звезды радуются, что светлей им гулять по поднебесью. Ib. 6. Çил-тăвăл çук чух тинĕс лăпкă тăрать, унăн кĕленче пек кăкăрĕ хускалмасть те. Бес. чув. 7. Пушăрах чух, чĕри ыратнăрах чух вăл вĕрентекентен тата кайкаласа ыйтнă, вĕрентекен кала-кала панă. Янш.-Норв. Пирĕн килте тепри пур чух вăйçăран ирттерет. Регули 291. Ĕç çок чох чĕнмерĕ, ĕç пор чох халь чĕнет. Ib. 292. Эп килте çок чох никама та кӳртмĕç. || В то время, когда. Регули 60. Тумалла чох (чохне) нимĕскер те каламарĕ. Ib. 250. Эпĕр ĕçлемен чох, çын нумай килет. Ib. 61. Çав вăхăтран çӳремелле чох пилĕк хут кайрăм эп онта. Ib. 278. Эп сумар чох вăл коленех килетчĕ. Ib. 283. Эп сумар мар чох онта кайса. Ib. 252. Эп пурмисра мар чох порте ман пата килетчĕç. А.-п. й. 73. Çынсем ĕçнĕ чух пирĕн те ĕçес килет,– тет Ваçлей. Когда люди пьют, нам тоже не мешало бы попраздновать. || Вместо того, чтобы... Четырлы. Çапла ĕнтĕ патшалăха тырă хăйсем сутса пульсă твас чух патшалăхран хăйсем ытаççĕ. || Во время. N. Эх, аван-çке ача чух. Образцы 41. † Атте-анне чĕрки çинче кĕçĕн чух таптанă йĕрсем пур. Регули 1186. Çимĕк чох килĕр; монкон чох кайрĕ. Абаш. Алтаккин чох килсе карĕ (корнăччĕ, встретил, килнĕччĕ). Регули 882. Эп килтĕм çакна тунă чох. Ib. 176. Ĕçленĕ чох ку томтир лайăх. || Букв. 1886. Выльăхсене пăхнă чух пăхатпăр, пăхман чух ахалех çӳреççĕ. || Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. || Наобум.

хĕр

калиться, закалиться, накаливаться, N. Килне юлаканнисем тула тухса хĕрнĕ чул утса яраççĕ. (Похороны). Микушк. Мунчи хĕрсе çунна вăхăтра чулĕ çурăласса-çурăласса çитет-çке. N. Пӳрт пĕренисем тимĕр пек хĕрсе кайнă (накалились). N. Аслăк питĕ хĕрсе çитнĕ-мĕн, темле çунса каяйман. N. Çумăр пулманнипе çĕр хĕрсе çурăла пуçларĕ. Кĕвĕсем. Шурă мунча вутти хĕрсе çунат, турчăкине чиксе пулмарĕ. || В переносном значении. Бугульм. Шурта мунча вутти хĕрсе çунать, ик сар хĕрĕ хĕрсе шыв йăтать. Полтава 10. Ватă чĕре еррипе хĕрет вутлă шухăшпа. Тип-Сир. Пачăшки пуртре хĕрсе çăвăрать (спит во всю) тет. Алик. Хĕрсе çĕмĕрт çорлас чох мĕншĕн тăнех ӳкет-ши? Вĕсене курмах çамрăксем те тата питрех çĕкленсе кайса хĕрсе ташлаççĕ. N. Хĕрлĕ-хĕрлĕ автана хĕрсе турă çуратнă. С. Дув. Хĕрсе тырă выртăмăр, хĕр сăрине карăмăр. ЧП. Хĕрсе хĕвел пăхнă чух. N. Хĕрсе ĕçлеççĕ. Тюрл. Манăн матка хĕрсе вырать. Скотолеч. 14. Çапах та çапла имлесен, вăл хуллен ĕçлеме юрать, пĕр хĕрсен, чуптарма та юрать (лошадь). N. Çапах та хĕрсе кайнипе пĕрре те ыратни сисĕнмест. || Преть. О земл. Юр айне пулсассăн, вĕсем хĕреççĕ те çĕре пуçлаççĕ. N. Типĕ навус часрах хĕрет, çавăнпа ĕçе те часрах каять. КС. Хĕрне, затхлый. Ib. Тырă хĕрсе кайнă. Хлеб стал предым, затхлым. Ib. Сĕлĕ хĕре пуçланăччĕ... Скотолеч. 8. Типмесĕр хĕрсе выртнă курăк. || Перегорать (о муке, не высыпанной из мешков; перегорелая мука дает тесто, которое легко уходит из квашни). Пухтел. N. Хĕрсе кăвакарса кайнă çăнăхран пĕçерсен, çăкăр никçан та аван пулмасть. || Опьянеть. А.-п. й. 77. Ваçлей хăй те хĕрчĕ. Василий и сам опьянел. Якейк. Хĕрсе çитсен (когда разойдется от алкоголя), хĕр йорлать, пирĕн мĕншĕн йорлас мар. Ib. Хĕрсе çитсен хĕр йорлать, эпĕр йорласан мĕн полĕ. Сĕт-к. Хĕрсе çитсен хĕр йорлать, пира (= пире) йорласан мĕн поль-ши? Изамб. Т. Ул та чипер хĕрчĕ (опьянел), манăн та пуçа кайрĕ. Собр. Пирĕн çамрăк ачасен пуç хĕрмесĕр кăкăри çаврăнмаст. N. Пирĕн пек çамрăк ывăл-хĕр пуç хĕрмесĕр кăкăр çавăрăнмасть. Тайба Т. Пирĕн пек те ватă, ай, çынсенĕн пуç хĕрмесĕр кăкăрсем, ай, хĕрмеççĕ. Васильев. Ĕçсен-ĕçсен, хăнасем хĕрсе каяç те вилнĕ çын çинчен манаççĕ, хĕр туйри пек хĕпĕртесе вăйăç чĕнтереç. N. Кăшт хĕрнескер, пупа пĕрте шикленмесĕр анпуççи çине хурса йăтса тухса кайнă çырманалла. ТХКА 95. Хĕрнĕ майĕпе пулмалла, Митюк арăмĕ çуталса кайнă, авкалана-авкалана юрлать. Шел. П. 30. Хăшĕ сăра лапкинче пăртак ĕçсе хĕреççĕ. С. Дув. Вăл пуç хĕрмесĕр юрламаç.

шалаш

(шал+аш) внутренность, внутренняя сторона. Срв. тулаш, малаш. Ашай. И, милай Аттай яль; тулашĕпе тул акнă, шалашĕпе сар ача. Г. А. Отрыв. Тулашĕ нимĕр, шалашĕ тимĕр. (Çĕмĕрт çырли). Актай. Тулаш нимĕр, шалаш тимĕр. (Загадка). Собр. Тулашĕ хĕрлĕ, шалашĕ шурă. (Хăла çырли). ПТТ. Çăпатасене хапха шалашне хураттăм.

шарт

понуд. ф. от шар., употр. в деепричастной форме: шартса. Шел. II. 42. Тăрна куç пек шывĕсем куçа шартса ярĕçĕ. Ib. 57. Çĕмĕрт чечек евĕрлĕ куçа шартса яраççĕ.

шăлан-йывăççи

шиповник. Эпир çур. çĕршыв 21. Вăрмансенче юман, çăка, шĕшкĕ, вĕрене, ăвăс, çӳçе, палан-йывăççи, çĕмĕрт, йытă çĕмĕрчĕ, пилеш, улмаççи, шăлан-йываççи, катăркас, хăва, сăвăс-йывăçĕ, кăпчакан, хăмла çырли йывăççи ӳсеççĕ.

шăнаш

зыбка. Мусирма. Çăка хуппи шăнашши, çĕмĕрт йывăç пĕкеççи...

шĕшкĕлĕх

место, изобилующее орешником, ореховый лес. Букв. 1873. Пирĕн те ялăн хурăнлах; тăрринчен шаппăр çыхатпар, тĕпне хыльăх тататпăр. Пирĕн те ялăн юманлăх; тăрринчен икел тататпăр, тĕпне тупан аватпăр. Пирĕн те ялăн шĕшкĕлĕх; тăрринчен мăйăр тататпăр, тĕпне çатан аватпăр. Пирĕн те ялăн çĕмĕртлĕх; тăрринчен çĕмĕрт тататпăр, тĕпне кăшăл аватпăр. Пазух 22. Вĕт вăрманта шĕшкĕлĕх, çинчен мăяр суйлар-и те, тĕпне тенкел тăвар-и?

напор

напур, (набор) рекрутский набор. Ядр. † Хĕрсе пилеш çурăлнă чух, мĕшĕн сивĕ пулать-ши? Эпир хĕрсе çӳрес чух, мĕшĕн напор пулать-ши? Сёт-к. † Хĕрсе çĕмĕрт çорлас чох, мĕншĕн тăнех ӳкет-ши? Хĕрсе эпĕр çӳрес чох, мĕншĕн напор полать-ши? || Сиктер. † Илчĕç кайрĕç салтака, пычĕç тăратрĕç напур умне.

нимĕр

то же, что мимĕр, завариха. Торп-к., Н. Седяк. К.-Токшик. Толĕ нимĕр, ăшĕ тимĕр. (Çĕмĕрт). Сред. Юм. Нимĕр Пăрçа çăнăхĕнчен, тинкле çăнăхĕнчен, паранкран шĕвĕрех туса пĕçерсен калаççĕ. Капк. Нимĕр шывĕ çакса ятăм. СПВВ. ИА. Нимĕр; пăри нимри тутлă. Орау. Пуç хĕрлĕ анса тăрăннă та, пуçĕ пĕтĕмпе нимĕрех пулса кайнă (разбил вдребезги). Шибач. Нимĕр лăкамалли, мешалка для заварихи.

пыл-пăтти

назв. растения? Хăр. Паль. 38. Çĕмĕрт шăрши те, пыл-пăтти тути те, лантăш шăрши те сăмсана çурать.

пиç

(пис'), свариваться, испечься. N. Çапла тусан, урнă йыттăн сĕлеки (слюна) пиçсе каять те, выльăх урмасть. Календ. 1906. Пиçи-пиçмен çăмарта. N. † Пиçи-пиçми çăмарта пит тутлă. Тайба-Т. † Пиçи-пиçми çăмарта тавай пĕçерсе çиер-и. Орау. Апатне пиçнĕ-пиçмен антарса çитараççĕ. Обед не доваривают, подают сырым. Собр. Вут хутмасăр çăккăр пиçмест (не испечется), ĕçлесе пиçмесĕр çурт-йĕр пулмасть, теççĕ. Сред. Юм. Эх, пиçмен пашалу (неспособный к делу), çавна та тăваймасăр, ватса пăрахрăн вит. || Калиться (на солнце). Туперккульос 36. Хĕвел çинче пиçеççĕ. || Кипеть, вскипеть. Ала 11. Самовар пиçсессĕн, каллех ĕçме-çиме пуçларĕç, тет. N. Пиçнĕ шу ĕçсе порăнăр! Пейте кипяченую воду. || Обвариться. Панклеи. Тилĕ опа çине тăккĕр ярчĕ (горячую похлебку), опа пиççĕр карĕ. Орау. Вĕрекен сăр хуранне ӳксе пиçсе кайнă. || Обжигаться. N. Ан пиç. Не обожгись. N. Пиçсе ан кай. || N. Çип пĕре хуса пиçимасан, ăна тепĕр хут хăваççĕ. Ib. Ман кăçал çип сап-сарă пиçрĕ. Ib. Сань пек пиçнĕ çип эп нихçан та корман. || Воспалиться (о глазах). N. Çак тăвансем мана аса килсен, йĕртĕм-ĕçке икĕ куçăм пиçиччен. ЧП. Йĕрсе куçĕ пиçет-ĕçке. N. Йĕре-йĕре пĕтĕм куçăм хĕрсе пиçсе кайрĕ. || Гореть со стыда, осрамиться. Якейк. Ман паян пит пиçрĕ. Эп паян намăс кортăм. || Преть (о теле). Орау. Ура пиçсе çӳресе пĕтĕмпе ашланса карĕ. Ib. Нумай утнипе ура пиçсе карĕ. Ib. Ура пурни пиçсе çӳрет (преют). О сохр. здор. Трахтирте тумтирпех ĕçсе-пиçсе лараççĕ. Изамб. Т. Ул акă пирĕн пек шăрăхра пиçсе тыр выртăр та, виç сăмах çырнăшăн ултă-çичĕ тенкĕ патăр. Полтава 91. Аран-аран лашисем сулкаланса утаççĕ, пиçсе çитнĕ ывăнса. || Прижигаться. О сохр. здор. Çапла тусан, вара ӳт те пиçет (при прижигании), унта лекнĕ сĕлеке те çунса каять. || Париться (о земле). Пахча çим. 3. Уйăх çуртан (после пахоты) курăксем тухаççĕ, çĕрĕ те чылай пиçет. || Запариться. Буинск. Йытă куçран çухалсан тин чупрăм, çапла чупа-чупа ăшша пиçрĕм (запарился). Кан. Пульницара, малтан чăвашла пелекен çынна тупаймасăр ăш пиçрĕ (измучился). || Загореть. || Трухлеть. Ирч-к. Пиçсе выртнă (летом дрова лежали в сыром месте и плохо колются). | Поспевать, созревать. N. Пиçнĕ-пиçмен (не совсем зрелые) çырла тутлă мар. Ой-к. † Пиçнĕ-пиçмен çĕмĕртшĕн çĕмĕрт тăрри хуçас мар; ялта чипер нумай пуль, чипер хыççăн каяс мар, чӳрече витĕр пăхас мар. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор, пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. Альш. Çырласем пиçсе иртсе кайнă (перезрели). Ib. Хăва хутлăхĕнче ытти йĕпе курăксем. Пулат вăл лапсенче хура хурлăхан аври; çула, хурлăхан пиçсен, Элшелсем каяççĕ вăрмана хурлăхана. N. Пиçнĕ = пулнă, спелый. || Зреть (о хлебе). N. Тыр пиçсе çитсен, уя тухсан çăмăллăхне пар. (Моленье). Кан. Тыр пиçрĕ. Хлеб созрел. || Стать выносливым, закалиться. Чхĕйп. Çавăнпа вăлсам халĕ те, каласан, час ĕненмесĕр тăраççĕ, авалтампа хăйсĕн ирĕкнĕ туса пиçнĕскĕрсем. Бугурусл. † Ĕçпеле пиçнĕ пирĕн аппа (навыкла к делу. Свад. п.). N. Шыв çинчи карапа та ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын аллине шанса памаççĕ. Изванк. Ĕрне (так!) эпĕ мур таврашне нумай курса пиçмен те, пирĕн ялта мур таврашне курса пиçнĕ çынсем халĕ те пурăнаççĕ-ха. Шел. П. 48. Ĕçпе пиçсе ӳсеççĕ. Cам. 77. Шăмшак пиçсе хĕрнипе карчăк анать умранах. Сред. Юм. Санран пиçет-и вара ô. Тебе ли это сделать.

пиçĕ

(-з'-), пареный. К.-Кушки. Туртана пиçĕ хурамаран аваççĕ. || Прочный, крепкий. Янтик. Ку пустав пиçĕ пулчĕ-ха манăн. Изамб. Т. Юман пит пиçĕ. Ib. Унтан (из дуба) пиçĕ япаласем анчах тăваççĕ. Ib. Çăка пиçĕ (крепкий) пулмасан та, хăй пур тĕле те юрăхлă. ТХКА 115. Ача, ку пит çирĕп тымар. Хурама тымарĕнчен те пиçĕ тымар ку. Календ. 1911. Хурçă тимĕртен пиçĕрех те, вăраха та пырать. || Гибкий. Ядр. Пиçĕ пушăт — крепкое лыко. Ib. Пиçĕ хулă — гибкий, эластичный. Якейк. Çĕмĕрт холли пак орăх пиçĕ холă топас çок эс. Ib. Ку пралок итла та пиçĕ уш: çиппе пĕрех. || Плотный. О сохр. здор. Чĕн пек пиçĕ, шурă чуста. || Выносливый. Бугульм. † Пăяхамçăм ĕçĕ йывăр ĕç, ĕçе пиçĕ кин кирлĕ. Баран. 160. Пит чăтăмлă, пиçĕ лашасем. Ib. 100. Хăшĕ (иная лошадь) ĕç ĕçлеме, çӳреме пиçĕ пулать. (Свад. п.). Сред. Юм. Ôн ачи пит пиçĕ, сак çинчен ӳксен те йĕмерĕ. Ib. Çип пит пиççи лекнĕ, тôртса та татăлмас. Ib. Но ôн каçанĕ пит пиçĕ: каççĕне мĕн чôл чышаççĕ çанта, çапах сикмес те иçмалин: туймас та пôль ô. || Сёт-к. Кăçал мăн-кĕтӳн пиççи килмер полмалла.

пур

слово, означающее существование, бытие, по-русски переводится: есть, имеется. См. Матер. 338. Регули 852. Он ончол тырă пор. Ib. 29. Онта ĕçме квас пор. Ib. 419. Ман окçа пор, манăн окçа номай пор, номай окçа пор. Ib. 416. Çавăн пак çынсан пор. Ib. 380. Ĕç пор чох эс тума çок, ĕç çок чох эс пор. Ib. 287. Вăл хăнасам портан килмерĕ (от того, что были гости). Ib. 420 Ĕнер çомăр порччĕ. Альш. Шăпчăксем авăтать, çĕр сайралать, епле тул çутăлми çĕрсем пур? М. Васильев. Карчăксĕм, маткасĕм — кĕшши йĕрекени те пор (некоторые плачут). О сохр. здор. Вăл (больной) хăй патĕнче çук çынсемпеле унта пур пек калаçать (в бреду). Сред. Юм. Чирлесе пôрнакан çынна ни ĕçлеймес, ним тумас, пôрĕ-çôкĕ пĕрех ôн, теççĕ (существует он или нет — безразлично). Тоскаево. Пур чухне пунеттей, çук чухне святой, теççĕ. (Стар. поговорка). Чăв. й. пур. ЗО. Пура салатса çука шырасси пит хĕн. Бюрг. Усал хаяр пире мĕн каламĕ çук сăмахсене пур туса (выдавая небылицу за истину). Коракыш. Сарма, эсĕ пур-и (ты здесь)? N. Ан вула кĕнекӳне, пирĕн урăх халап калаçмалли пур (нам нужно поговорить о другом), теççĕ. N. Ача калать, тет: çапăçу пур çинче кĕрешӳпе мĕн тăвас (раз есть возможность подраться, так зачем бороться), тесе калат, тет. Шурăм-п. Пĕвĕ пур — çĕмĕрт пек, пичĕ пур — чечек пек. СТИК. Калас, калас сăмах пур, сана питĕ каласа хăртăттăм та... Ib. Тăвас, тăвас ĕçсем пур (= питĕ кирлĕ, тумалли ĕçсем пур), çук, пушанаймастăн. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем (места) пур; санăн кăмăлна хăвариччен, хамăн кăмăл юлайтăр. Кан. Мĕн çук япаланах пур тума тăрăшас. N. Тумтир пурскерĕн укçи те пур пулĕ. М. Тиуши. † Вуник кушак пур çинче (раз есть двенадцать кошек) пирĕн кашăк çăвас-и? Çĕнтерчĕ 9. Ах, мĕншĕн пур-ши эп! Мусирм. Анна пур, Иван пур (старинный оборот, встречающийся в народных песнях). Ib. Ай-хай тантăш Анна пур, çич ют кулли пулайчĕ. Ib. Çынсем хăнана çӳреççĕ, эсĕ пур (а ты) ниăçта çитме çук. Альш. † Ĕнтĕ пĕр аттемçем те аннемçем, сирĕнех те сывлăх пурринче кĕçĕн пуçма асла хураймăп. Юрк. Эсĕ пур-тăр, унта куллен кун манран çыру кĕтсе выртатăн пулĕ. Янтик. Тур пур (клянусь богом), эп санне нимĕскер те илмен (или: хĕвел пур, уйăх пур — клятва). ГТТ. Пĕри калать, тет: чăвашла çапла калаçма та пур-ши (неужели по-чувашски есть такие обороты)? тесе калать, тет. В. Олг. Аттин лаши пор çинче перĕн тойран йолас-и? Чаду-к. Тилĕ тус пур-ши, кума-пулма пырать-ши, тет. Ст. Айб. † Кăчăр-кăчăр çын çиет, пур çинчен мар, çук çинчен (не имея к тому оснований). || Имеющий достаток, зажиточный. N. Сыв пул та, пур пул, пуртан çука ан юл. ЧП. Пур çын ывăлĕ (сын богатого) мухтанать ашшĕ-амăшĕ пухнă мулĕпе. N. Сыв пулăр та, пур пулăр, пурте ман пек ан пулăр. (Стар. поговорка). Айдар. † Сывă пулăр, пур пулăр, пурте пирĕн пек ан пулăр. (Солд. п.). Сред. Юм. Пур çын кусси кăçта кусан. («По одежке протягивай ножки»). || Достаток, запас. N. † Ик каччине пăрахса, пĕр каччине тус турĕ, кĕпе турĕ, йĕм турĕ, çулталăка пур турĕ (сделала себе запас на целый год), ывăл турĕ, хĕр турĕ — ĕмĕрлĕхе йыш турĕ. Чăв. й. пур. 32. Кĕрӳшĕ хăй те пур çине пур тума пушкарайман. N. Хăй пур çине пур тăвас тесе пĕртте шухăшламан (не стремился к наживе). СПВВ. Пур çине пур тăвас. Регули 289. Çокпа çӳресси онта, порпа çӳреме лайăх. Орау. Пур чухне путене, çук чухне карăш. Пур чухне пылпа, çук чухне шывпа. || Жив. Юрк. Ашшĕ пур чухнех Карачăм шăллĕ патне хунчăкăш лашипе кайса пăхат. Ib. † Атте-анне пурри — кил илемĕ. N. † Атте-анне пурринче усал-хаяр çĕнеймест. П. Пинер. † Атте-анне пурринче мĕн шухăш пур çамăрăкăн пуçĕнче. Собр. † Аттепеле анне пурринче ырлăхраччĕ пирĕн çамрăк пуç. Çĕнтерчĕ 44. Вăл пур çинче (пока он жив) çын айне кĕмĕп-ха, çын хурĕ пулмăпăр (нас никто не обидит)! Хурамал. Патша пынă, хĕрин алăкĕ умне пырса чĕннĕ: хĕрĕм, эсĕ пур-и (жива ли ты), сана кам хăтарчĕ, епле хăтăлтăн? тенĕ. (Из сказки). М. Тиуши. Атте-анне пур çинчен пире тата мĕн кирлĕ.? Сунт. Атя! Вилмĕн халĕ эпĕ пурринче. || Можно. Нюш-к. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Альш. Хĕлле кăна шурта çӳреме пур. Çула çулсем çинче пĕтĕмпе шыв. N. Сурана-юхана чăркаса çыхма пур. || С причастиями входит в состав особых чувашизмов. Орау. Вăл пӳлĕмре çывăрсан, ир вырăна йăтса тухнă чухне те, стаккансене перĕнçе ӳкерсе çĕмĕрес пур, унта выртмастăп та. В. Олг. Манăн коккăль туас пор. Мне надо испечь пироги. N. Ун пек çырас пор, пиçмо та çырас мар. Орау. Çимас пур (раз не хочешь есть), мĕн ларан сĕтел хушшине? Н. Сунар. Мĕн кĕтсе тăрасси пур тата? Ачач 73. Мĕн икĕ ĕмĕр пурăнас пур-им? Ау 181°. Эй ачам! тесе калат, тет, амăшĕ, — хăçан çитерес пур (накормишь), — тесе калат, тет. Толст. Ăна мĕн вĕтесси пур? Чего ее бить. Регули 71. Манăн ĕçлес пор. Ib. 377. Эп тăвас пор, эп килеттĕмччĕ. Ib. 378. Эс тăвас пор, сан килесчĕ. Кан. Мĕн хамăртан пухасси пур унта? СТИК. Мĕн ямалли пурччĕ çавăн патне çыру. Какая была надобность писать ему письмо! Напрасно написал. Сёп-к. Апла килти окçая пĕтерес пор, ма каяс ирĕкпе. ЧП. Чӳречĕрсем çинче виçĕ мерчен, хăçан ярăмланса тăни пур (бывают ли они когда нанизаны на нитку)? Тораево. Эпĕ ăна икĕçĕр тенке сутатăп, кам илекен пур? || Собр. Хĕрт-сурт вăл хăш пур киле кăмака умĕнче ватă карчăк пулса кĕнчеле авăрласа ларат, тет.

пусса ил

покрыть. N. Унăн çан çурăмне пăрçа е хăнтăла çыртнă пек хĕрлĕ шатра пусса илет. N. Çум ӳссе çитсессĕн, ăна пусса илнĕ. ХЛБ. Тырра курăк пусса илмен-и? КС. Кӳлле мăк пусса илнĕ. В. Олг. Пĕр çĕмĕрт çитĕнсе çол çине, шĕшкĕ тĕмĕ поссисе (= пусса илнĕ) она. || Постигнуть, настигнуть, N. Унăн кил-çуртне хĕн-хур пусса илет. N. Ватă пусса илсех, чирпеле халсăрланнă

пĕве

(пэ̆вэ), пруд, запруда. N. Çĕмĕрт чечекĕ тăкăннă шыв çине, пĕве умне пухăннă. Орау. Ачи пĕве умне шыва кайса вилнĕ, тит. IЬ. Пĕве çине шыв туха пуçларĕ (или: пĕве çине шыв киле пуçларĕ), çуркуне час пулать. На поверхности пруда образовались лужицы, скоро наступит весна. N. Пĕве шывĕ хăпарнă. Ск. и пред. 47. Пĕвери шыва ĕçрĕр-им эсир? Паçăр эрехе пĕртте ĕçмерĕр.

пĕкеç

(-г-), то же, что пĕкече. Мусир. † Çăка хуппи — шăнашши, çĕмĕрт йывăç — пĕкеççи. (Хĕр-йĕрри).

пĕр

(пэ̆р), один. Сёт-к. Пĕр пукане хĕрĕх хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Пĕр кун каймалăх çĕр пулсан, çичĕ кунлăх çăкăр ил, тенĕ. (Послов.). Икково. Мана çак пĕр сорăха (эту одну овцу) пачĕç. КС. Пĕр çăварти çăккăра çиса пурăнтăмăр. (Так говорят о дружной жизни). Орау. Вăсам пĕр çăвартан çăккăр çиса пурăнаççĕ (живут дружно), тиççĕ. Альш. Пĕр вырăнта тăра пĕлмен çын, бойкий, непоседа. Регули 603. Пĕр сăхман поставран ĕçленине (тунине) патăм. IЬ. 916. Пĕр румккă (þумккă эреке) патăм она. Образцы. Пĕрчĕ-пĕрчĕ мерченне пĕр пус парса суйларăм: Изамб. Т. Акă тырă пулманни пĕр хĕн (одна беда), вăрман инçи тата хĕн (опять беда). В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илсе тухрăм. Я вынес одну лепешку. Альш. † Вуникĕ хĕр, пĕр купăс (скрипка), янăра-çке пĕр сасă (в один голос). Сред. Юм. Пĕр çăварлăх çăкăр, маленький кусок хлеба. IЬ. Пĕр ала (сито, решето) алларăм тессине: пĕр аллăм алларăм, теççĕ. || Один (а не несколько). Собр. Тырă вырса пĕтерсен, ват карчăксем пур çурлана пĕр çĕре тытса, пуç урлă утаççĕ. N. † Вăрмана кайрăм — каç турăм, вуникĕ çулçа пĕр турăм. Орау. Симун вăл Куçмипе пĕр амаранни (от одной матери) вăт. Ст. Шаймурз. † Çырайĕ-ши турă, çыраймĕ-ши, пĕр минтер çине пуçа хумашкăн. N. Ку кĕллисене пĕтерсессĕн, вара пур кĕллине те пĕр çĕре тăваççĕ, вăсене вара кăвакалпа тăваççĕ. N. Пĕр кутăм, пĕр пуçăм. Я одинок (мне тужить не о чем). Сред. Юм. Пĕр пуç, пĕр кот, ниçта кайсан та никам канçĕрлемес. Одинок, куда ни пойду, никто не помешает. N. Пĕр вуннăшне парăр. Дайте мне одну десятишницу (10 руб.). Другой смысл: дайте мне рублей десять, рублей с десять. N. Ултă утăмран пĕр, на каждых пяти саженях. || Один из двух. N. Пĕр çтенаран тепĕр çтенана çитичченех хăма хунă, хăми пуçĕсем кĕмелĕх ыра тунă. || Одна вещь. Календ. 1904. Вăл пĕр пур — хамăр ĕçлеме пĕлменни, пурăнма пĕлменни – тепĕре. Это одно, а... || Один раз, разок. Альш. † Пĕр çӳле пăх, çĕре пăх: савсан пирĕн çие пăх. N. Пĕр çапăп та, пĕр ӳкерĕп. Дам раз и сразу сшибу с ног! (Угроза). N. Ача ку карчăка каланă: мĕн ĕçлен мăн акка? тет. Ку карчăк калат: апла каламан пулсан, пĕр хыпăтăм, пĕр çăтăтăм (сразу схватила бы ртом и сразу бы проглотила), тет. N. Е салам-аликĕм, асанне, темен пулсан, пĕр çăтăтăм, пĕр хыпăтăм (говорит старуха). N. Эсĕ мана авантарах хулă пар-ха, эпĕ ăна пĕр хĕртем (постегаю). N. † Атьăр, тăвансем, эпир те аллăмăра хут тытар та, хут вулар, çанталăк çуттине пĕр (разок, хоть немножко) курар. Пазух. † Шĕшкĕ вутти хутар-и, пĕр (еще разок) ăшăнса ларар-и? (Вставка; приглашает погреться: с удовольствием погреемся). Рак. † Хĕрлĕ чие ларат хĕрелсе, каçса пĕр татăттăм (разок), каçми çук. || Некий (иногда соответствует неопред. члену). Рак. Çав пӳртре пĕр чипер. (Турăш). В этой избе нечто красивое. (Икона). Собр. Пĕр япала (некая вещь) пĕтĕм япалана тиркемест, пĕр шĕвĕ япалана тиркет. (Кăвар). Урмой. Ивансем киле тавăраннă чух, пĕр хăйă çути курăнат, тет (увидали свет в избе). Изамб. Т. Пĕр вырсарникун, однажды, в воскресный день. Орау. Пур пирн пĕр ял йытти, çавна çиса ларап-ха, ĕнертенпе те киле килмер ĕнт (говорит жена о муже). IЬ. Пĕр мурĕ (один чорт, напр. жена ругает мужа) паян киле те килсе пернмерĕ ĕнт. || Выражает противоположность. Якейк. Пĕри пĕр япалая (один любит одно), тепри тепĕр япалая йоратать. || Раз (союз). Орау. Пĕр çынтан тепĕр çынна ленксен, час тупаймастăн вăл япалана, пĕр парса ярсан. N. Вилнĕ çыннăн, хăй пĕр лăпланнăскерĕн (раз он умер), асăмлăхĕ те лăплантăр. N. Пĕр килнĕ чухне курса тухас. Раз пришел, так уж кстати надо зайти и повидаться. Юрк. Санăн ĕçме кирлĕ марччĕ, пăрахас пулатчĕ. Ачу-пăчусем нумай, арăму пур, пĕр шухăшласан (если серьезно обдумать), манăн ăсăмпа пулсан, эсĕ кăлăхах эçетĕн. N. Пĕр вĕреннĕ япала хăй енеллех туртать. К чему (раз) привык, к тому и тянет. Кильд. Эпир час килес çук пĕр кайсассăн. Раз пойдешь, так придешь нескоро. Значенне чув. «пĕр» с русск. «раз» одинаковое. Мусир. † Çинçе çырма, юхăм шыв, сиксе каçса пулмарĕ, пĕр турă-ях çырнинчен иртсе кайса пулмарĕ. (Здесь возможно двоякое толкование: или «пĕр» песенная вставка, или же оно употреблено в смысле «раз»). Орау. Лашана пĕр куçран çухатсан (если уж потеряешь), тупаймастăн вара унта. АПП. † Çӳренĕ пĕр чухне (пока гуляешь) юрласа çӳре. || Случайно. Шурăм-п. Пĕр ăçтан та пулин укçа тупсассăн, ана ĕçсе пĕтермесĕр лăпланмаççĕ. | Целый. Орау. Ман кумпек (= кун пек) юрăсем пĕр тетрать. У меня этаких песен целая тетрадь. IЬ. Сĕт нуммай, пĕр чӳлмек. Пĕр чӳлмек сĕт исе килчĕ. Икĕ чӳлмек сĕт (целых две крынки молока) исе килчĕ. Сёт-к. † Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. (Çăварни юрри). СТИК. Пĕр арпус пуçтарса хутăм-ха. Съел один арбуз (в др. гов. — «съел целый арбуз»). N. Пĕр ĕмĕр порнчĕ. Пробыл где-нибудь очень долго, хотя обещал скоро вернуться. N. Çак пĕр уйăх хушшинче ерçӳсĕр пулса нимпе те писме (= çыру) çыраймарăм. Çутт. 81. Ниçта пусма вырăн çукчĕ. Ура пĕр шит (на целую четверть) путатчĕ. || Единый. Т. V. 29. || Единодушный, согласный. Ст. Ганьк. † Ик килĕнтеш пĕр пусан, кил илемне çав кӳрет. (Пĕр пусан = килĕшӳлĕ, вăрçмасăр пурăнсан). || Один только, единственный (каких больше нет), самый первейший. Юрк. Хăйсем ялĕнче пĕр пуян пулса пурăннă (единственный, первейший богач). N. Тата калаççĕ: пĕр ĕнее те каснана илеççĕ, тесе. N. Тата хăшĕ-хăшĕ чăпăркка-туясем илчĕç те, суха-пуçне тавăрса пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. N. Тата пĕр ывăлсана хуса карĕç. Орау. Пĕр ывăл ачаш пулать вăл. Собр. † Плуштух кленчи халь аллăмра, савнă пĕр тăванăм умăмра. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕ пĕр тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕнпеле пĕрле пурăннине ĕмĕр манмăп тенĕ çĕрсем пур. Алших. Пĕр пуçран икĕ пуçлă тăвас, терĕ, икĕ куçран тăватă куç тăвас, терĕ (вздумал жениться). N. † Ялта пĕр (первейшая) хĕр пулăттăм, ăратнерен тухмăттăм (все время была бы в кругу своих родных). Сред. Юм. Уçса пăхать, тет, виççĕ-мĕш пӳлĕмне — ларать, тет, тĕнчере пĕр илемлĕ хĕр сăнчăрта. Ск. и пред. 13. Унăн ашшĕ Уланки ял пуçĕ те, пĕр пуян, паттăрăн пек кĕлетки çӳренĕ, тет, пĕр капан (как целый стог). N. † Сар кăшăллă витре — пĕр витре (первейшее ведро): кĕтейĕ-ши пире пĕр хитре? N. Алăксене тапрăм — уçăлчĕ, шыв çинчи пĕр (количество) чечек (единственный, или же песенная вставка) çутăлчĕ. Кан. Пĕчĕкçĕ пĕр кантăксене пăрахса, алăк пек пысăк кантăксем касаççĕ. Перестали делать в избах по одному оконцу, начали вырубать большие окна, величиною с дверь. Шарбаш. Ай, пичи Михали, пĕр арăмпе мухтанать! (хвалится одной женой, кроме которой у него ничего нет; по другому толкованию — постоянно хвалится). N. Пĕр ывăла (единственного сына) та илмелле (в солдаты). Рак. И эпирччĕ, эпирччĕ, эпир вуниккĕн пĕр хĕрччĕ; пĕр хăма çине пухăнтăмăр, çутăличчен салантăмăр. (Çăлтăр. Одни объясняют: «нас было двенадцать, и все мы были девицы»; другие понимают в смысле: «нас было двенадцать, и все мы составляли созвездие». Послед. толкование сомн.). Ала 95°. Пĕр кăшкар-ути çисен те (хотя питался лишь одним щавелем)... || Единственно (только). Сред. Юм. Ыттисем — ывăлсĕм, хĕр пĕр эп çиç. Остальные все братья, и одна лишь я — сестра. Ала 95°. Хирте вара вăл пĕр пăрçа çикелесе вăхăтне иртеркелесе анчах çӳренĕ. Альш. Кĕвĕсене каланă чух, сăмахĕсене кашни çĕрех пĕр пĕлнисене калаççĕ: хăшĕ аса килет, хăшне вăхăтне кура калама меллĕ, çавна. || В этом смысле иногда соединяется с наречием анчах. Истор. Вырăссем тутарсенчен пĕр парнесем парса анчах хăтăлайман, тата вĕсене çуллен куланай тӳлесе тăмалла пулнă. ППТ. Атьăр часрах! Вĕçсе кайăттăм та пĕр анчах (так!), çунат çук! || Один и тот же. Собр. Çулла та пĕр, хĕлле те пĕр. (Чăрăш). Артюшк. Эпир унпа пĕр ваконта карăмăр (килтĕмĕр). Баран. 192. Шухăшсем пурийĕн те пĕре килнĕ. || То (—то). N. Хăй хăранипе пĕр малалла, пĕр каялла пăхкаласа пырат, тет. Микушк. Пĕр пуççапат, пĕр тăрат. (Тараса). N. Вĕсем çак тĕлĕнмелле ĕçрен пĕр хăраса, пĕр савăнса çав çĕре иккĕшĕ пĕрле ирттернĕ: N. † Шурă хĕлĕхрен вĕрен яваççĕ: ĕнтĕ пĕр яваççĕ, пĕр сӳтеççĕ. Сборн. по мед. Вăл чир ерри-еррипе арасланать: пĕр йывăрланса, пĕр çăмăлланса темиçе çула пырать. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор: пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. || Приблизительно. N. Пĕр вунулт-вунçич çулхи хĕрачесем, арçын ачасем... Юрк. Мĕн пурĕ пĕр аллă кĕнеке ытла. N. Ăна уншăн пĕр çирĕм пилĕк çăмарта параççĕ. Ст. Айб. Тата пĕр çĕр тенкĕ пар-ха тырă илме. N. Хăйсене пĕр вунăшар е çирĕмшер пус парсан, тин чармаççĕ. N. Вĕсем каллех çапла пĕрер вунăшар е çирĕмшер пус илсен, часах салтса параççĕ (веревку). О сохр. здор. Пĕр виç кун хушши, в течение трех дней. || Настоящий. N. Çуртра пĕр арçын анчах, вăл та пулин хулара тарçăра пурăнать. Çиме çитменни пĕр инкек. || Одинаковый; одинаково. N. Çынпа çын пĕр мар. Ст. Шаймурз. Манăн пӳрт пур, унăн кĕтессисем пĕр мар. (Вăл пулĕ алă пурнисем). Ст. Айб. Ĕмĕр пĕр килмест, теççĕ. Жизнь течет не гладко. (Послов.). Образцы. Ай-хай уйăх та пĕр, хĕвел те пĕр, вĕсен çутти мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Тăван эсĕ те пĕр, эпĕ те пĕр (мы с тобой одинаковы), пирĕн телей мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Улăм ури улт ура, улттăшĕ те пĕр ура (одинаковые). IЬ. Икĕшин сасси пĕр килет. Оба (журавль и журавлиха) кричат враз. Кама 52. Пуринчен те пĕр илме май килмест, мĕншĕн тесен пурин те пурлăхĕ пĕр пек мар. N. Саншăн пур çын та пĕрех. Для тебя все люди одинаковы. N. Кам чунĕ сан чунпа пĕр килет. || Каждый. N. Илтекенĕ пĕр ырăлатчĕ мана, кураканĕ пĕр мухтатчĕ. Юрк. Ăна курнă пĕр çын: ун пек ачасем пурăнмаççĕ, теççĕ. Ст. Чек. Кама хисеп (счёт) çитнине пĕр çапаççĕ. СВТ. Пĕчĕк ачасем, хулĕсене касман пулсан, шатра чирĕпе чирлесессĕн, чирлени пĕр (каждый, кто) вилеççĕ. IЬ. Хулне кассассăн кайран ачанăн кĕпине кунне пĕр (ежедневно) улăштарма кирлĕ. Альш. † Калаçнă пĕр сăмахсем вырăнлă пулсан, шет (может быть) калаçса пулмĕ-ши сăмах-сене? Бур. Ай-хай, тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕн пĕр сăмахăрсем (каждое ваше слово) пин ылттăн. Истор. Мĕн куçа курăнакан çынна пĕр чиксе пăрахнă. Туй. Хĕрĕ (невеста) те кама хирĕç пулать, кураканне пĕр асăнса йĕрет. Кого ни увидит, того и называет по имени и плачет. || Всё. N. Лаша пĕртте çăтмас, янине пĕр (все влитое) юхтарса кăларать (лекарство). || В одинаковом количестве. Эпир. çур. çĕршыв 23. Арçынпа хĕрарăм пирĕн вулăсра пĕр йышлах (в равном количестве). || Постоянно. N. Çап-çутă хĕвел пăхать: ăшă парса савăнса, йăл-йăл кулса пĕр тăрать. Ст. Шаймурз. † Çак тăвансемпе пĕр тăрсан, сисмĕп эп ĕмĕр иртнине. || Никакой. N. Санăн патшалăхунта пĕр сылăм та, пĕр çăмăр та çумĕ. Ашшĕ-амăшĕ. Кил-çурта пăхса тăма пĕр вăй та çук ĕнтĕ (совсем нет сил). Никит. Выльăхсем валли пĕр апат та (никакого корма) юлмарĕ (в засуху). || В отрицат. оборотах: ничего не ..., вовсе не ..., совершенно не... N. Урапа çинчен тепле аннă, хам пĕр (ничего) пĕлместĕп, тет. N. Асран пĕр кайми хĕрсем. N. Пĕр йор та çок. N. Авă саранча, шăрчăк, хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. СТИК. Пĕр сасă-чĕвĕсĕрех епле каян унта. Как пойдешь без зову (на свадьбу). N. † Пĕр çук çĕртен (без всякого основания) çын çисен, çав çунтарать чĕрене. N. † Пичен йăмăк полаччен, хăрăк тонката полас мĕн, пĕр чĕнмесĕр (молча, без звука) ларас мĕн. (Хĕр йĕрри). Пахча çим. 3. Унта пĕр çил çуккипе хĕвелпе пахча çимĕçĕ пĕтсе ларать (погибают). Юрк. Леш, çывăрса лараканскер, ку мĕн каланине илтмесĕр, пĕр чĕнмесĕр çывăрса ларат. Толст. Çапла йытă пĕр нимĕнсĕрех тăрса юлчĕ (осталась ни с чем), тет. ХЛБ. Анчах ĕçе пит тĕплĕ, пĕр васкамасăр (нисколько не торопясь) тăвас пулать. Дик. леб. 34. Унăн сăнĕ, ĕлĕк илемлĕскер, халĕ хуп-хура, пĕр илемсĕр. Кильд. † Пĕр (ни разу) анмăтăм эпĕ шыв хĕрне, юрататăп шывăн сассине. Баран. 122. Пĕр кирлĕ мар чух, когда нет никакой надобности. || Какой-то. Ск. и пред. 46. Çурса пĕтернĕ кĕпи вырăнне пĕр хураскерне тăхăнса та янă. Якейк., Хора-к. † Пирн Йăванĕ туракĕ ял ятне те каламаþ, хĕр ятне те каламар, вырăс ялĕ поль тесе, маþа хĕрĕ поль тесе, пĕр хораскер-лотраскер, çак ял хăтне ярнăскер, пирн ял хăтне кӳрес çок. Орау. Пĕр тутаþ (т. е. тутарĕ) тем хăтланать унта, пăх-ха. IЬ. Пĕр мурĕ кунта епретсе хăварнă (испражнился жидким). || Какой-нибудь. Орау. Пĕр усалĕ çаклатса туртин (турδиын')!.. А вдруг, если какой-нибудь негодяй зацепит и отдернет задвижку!.. N. Килте пĕр япалине пăхсан та савăнмалли çук. || Во-первых. Ашшĕ-амăшĕ. Пĕр, вăл ĕнер, вырăнсăр сăмахсем калаçнăшăн, ӳкĕннĕ, ытларах тата Лисахвине вăл (он) хĕрĕнкĕ чухне чĕрене çемçетмелле сăмахсем каламаншĕн çиленнĕ. || С одной стороны. Изамб. Т. Çитменни пĕр хуплат, тата кин: ĕçлеместĕн, тесе, пĕр вăрçат. || Иногда употребл. в смысле «замечательно». Орау. || Иногда является как бы вставкой и не переводится. П. Пинерь. † Вăрман хĕрри каюлă, пĕр ярса утсем транас çук. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм. Н. Карм. † Кăçалхи пĕр ута, ай, çуласси; çулассинчен питĕрех пухасси. Çак тăвансене пĕр курасси; курассинчен питĕрех уйрăласси. Шибач. † Лаши пĕр йортать, поçне пĕр утать, вăрăм пĕр çолне çитесшĕн. N. † Ах, аннеçĕм, анне, пĕр çуратрăн, ӳстертĕн, пама вырăн тупмарăн. Турх. Ăшра мĕн пуррине каласассăн, пĕр хурланнă чунăм пĕр ĕсĕклĕ (будет всхлипывать). АПП. Ямшăксенĕн пуши — вăрăм пушă, пĕр çавăрса çапасси час пулмасть. Баран. 54. Çитнĕ ялта пĕр Тарас çавăн пек пумилкке туса хăварнă. IЬ. 130. Хăш та хăш чул ытла та нумай пулать; пĕр хăйсенченех тусем, сăртсем пулса тăраççĕ. Абыз. † Килях та пĕр, ывлăм, темерĕ (дуб). N. † Вуник пĕр юман пĕр кутра, турачсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă. Сунчел. † Кашăк аврисене сăрлама вуниккĕ пĕр мăскал сăр кирлĕ. N. Кĕмĕлтен çĕрĕ хывтартăм, вуникĕ пĕр кĕмĕл укçаран. Образцы 59. Курки аврисене сăр сарлама вуникĕ пĕр тĕслĕ сăр кирлĕ (12 разных красок). N. † Хурăн пĕр айĕнче ик сулă: пĕри ылттăн, пĕри кĕмĕл. Альш. Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек, хуçăлтăмăр çĕмĕрт пĕр туя пек. IЬ. Аврăлă куркан аври ылттăн, çавра пĕр куркан тĕпĕ ылттăн. (Здесь можно понять и в см. «единственный»). N. Вуникĕ чĕкеç пĕр кашта (заняли весь шест), юрласа пĕр юрри пĕтмерĕ. Пазух. Сĕтелĕрсем çинчи сĕтел çитти, утмăл та пĕр çитмĕл те, ай, çӳçи пур. Шел. 7. Ылттăнăм та çук ман, кĕмĕлĕм çук, пĕр Мускавран килнĕ те мулăм çук. (Можно понять и в смысле: «ни одного»). Юрк. † Эпир çак тăвансемпе пĕрле пусан, калаçса пĕр сăмахăмсем пĕтме-çке. Альш. † Сатраях та çырла пиçет-çке, тĕрлĕрен пĕр курăкпа варшăнса. Собр. † Ларсам, ларсам, тиеççĕ. Хăш-пĕр енчен ларам-ши? (Здесь можно понимать и как «хăш-хăш», который). || Альш. Пĕр шӳтле вăл (одна комедия), хĕри-пăраç ĕçки. || Выражает любовное отношение. С. Тим. † Икĕ пӳртçĕм, пĕр пӳртçĕм, йĕри-тавра тĕкмеçĕм. Тайба-Т. † Ĕнтĕ хирте тăман çăвать-ĕçке, ял хушшисем те пĕр епле-ши? Янтик. Çаранăн та пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен: Ачач 110. Килте пĕр аннене каласа парап ĕнтĕ, тесе малтанах шутласа хурать. || Вплоть до. N. † Мамăк минтер, тĕк тӳшек: пĕччен ан вырт, иккĕн вырт. Пĕрех пĕччен (в одиночку) выртсассăн, пĕр вилеччен ӳкĕнĕн.

пĕтĕм

(пэ̆дэ̆м, пӧ̌д'ӧ̌м), целый, цельный. Ал. цв. 3. Хĕвел тухăçĕ енчи кĕленчерен тунă тап-таса, пăсăлман пĕтĕм куçкĕски. Альш. † Арча-арча панулми, суйласан та пĕтĕмми тухмас-çке. N. Пĕтĕмми килсе çитсен, вăл кăшт анчаххи пĕтĕ. N. Пĕтĕм çанă, цельный рукав. Юрк. † Арча-арча сарă улма, суйласан та тухмас пĕтĕмĕ. || Самостоятельный, полный. Ашшĕ-амăшне. Эсĕ ĕлĕкхин пекех хисеп курса, пĕтĕм хуçа пулса пурăна пуçлăн... || Взрослый. СТИК. Пĕтĕм çын = çитĕннĕ çын. IЬ. Пĕтĕм çынна çитнĕ ĕнтĕ, ача йăлине пăрахман-ха. Альш. Унта епле пулсан та пĕр-пĕр хамăртан пысăкраххи е пĕтĕм пысăк (совсем взрослый) çынах пулатчĕ пирĕн, хурт астăваканни. || Весь, все. N. Пĕтĕм яла кашни çын патне кĕрсе çӳренĕ. (Из обряда «Сĕрен».). Турх. Пĕтĕм çĕр пичĕ (лицо земли) тĕттĕм çеç. N. Пĕтĕм ĕмĕрĕме хулара пурăнса ирттертĕм. БАБ. Шенкерпи — пĕтĕм тĕнчери юмăçсен пуçлăхĕ. N. Пĕтĕм хир çын вилли анчах пулнă. N. Пĕтĕм патшалăхран пухăнаççĕ. Со всего государства собираются. Аттик. Пĕтĕм çынтан (после всех) кайран пуçларăмăр, пуринчен малтан пĕтермелĕхне патăр. (Моленье в жатву). Микушк. Пĕтĕм выльăх çывăрса карĕ. Цив. Пĕтĕм çын тĕлĕнсе юлчĕç, тет. Конст. чăв. Пĕтĕм чăвашсем пуçтарăнса вуларăмăр. || Исключительно, сплошь. С. Айб. Вăл вырăнта пĕтĕм çĕлен-калта кăна. М. Яуши. Вăл пĕтĕм шĕшки, юманĕ, çĕмĕрт касăрĕ (= касрĕ, рубил сплошь все), тет. || Совсем, совершенно. N. Çĕрле пулсан Константинопăль хули пĕтĕм пушанса юлнă. N. Мана пĕтĕм халлĕн (совершенно) çĕнет. N. Пăрмай çомăр çурĕ, вара пĕтĕм сивĕ шăнтса карĕ (потом ударил мороз).

качăн

описка, вм. каччăм? Абыз. Вăрман хĕрĕнче хура качăн кăçкăрать. (Çĕмĕрт).

каччă

(кац’ц’ы̆, кач’ч’ы̆), парень на возрасте; жених. П. У. БАБ. Пысăкрах каччăсем. Çитĕннĕ хĕрсем пĕр-пĕр уллах çурта пуçтарăнаççĕ... Орл. II 249°. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел): Собр. Вăрман урлă хура каччăм пăхса ларат. (Çĕмĕрт). Изамб. Т. Эй, каччă, каччă! Хăна аçу авлантарас тет, ху, сухалама кайсан, ана çинче çывăратăн! Макка 14°. † Вăйя тухман аппасем каччă хыçне кайс(а) ӳкнĕ. Ала 58. † Яль-ялĕнчи хĕресем каччă çинче палăрмасть. Образцы 113. Кăçал салтак нумай илчĕ: яла каччă юлмарĕ. Нынче был большой набор: в деревне (совсем) не осталось женихов.

кил

(кил’, к’ил’), жилище (двор), дом. Зап. ВНО. Аран-аран киле çитрĕм. Альш. Ун пеккисене ыттисенчен ытларах асăнаççĕ ялан та кил тенĕ çĕрте. Ib. Васкаса утаççĕ килĕсенелле (домой, ко дворам). Истор. 152. Псковран виççĕр кил Мускав çĕрне куçарнă. N. Пĕрер килĕн (подомно) çĕр кастарса парас марччĕ. О сохр. здор. Çав чир пур киле кам та пулин пырсассăн, вăл çын пĕр эрнерен, е икĕ эрнерен чирлет. Орау. Унта пурăнма кĕрсен, малтан эпир хваттерте пурăннă, унчан, пурăнсан-пурăнсан, хамăр кил турăмăр. Хыр-к. Вăлсем çулла çĕр ĕçлесе пурăннă, хĕлле кил таврашĕнче выльăхсем пăхса пуранатчĕç. Байтеряк. Çимĕк кунĕ, ирхине, пурин килĕнче те пĕçереççĕ икерчĕ. В. Олг. Кил (или: кил ăшне) шăл; мести избу. Изамб. Т. Хĕрĕн ялĕнчи ăратнисенчен (родня невесты) пĕри çĕнĕ кил (ново-выстроенный и пр.) пулсан, малтан çавăнта кĕреççĕ. Б. Хирлепы. † Кил варинче ват çĕмĕрт. N. Пилĕк килĕ çуннă. Сгорело пять дворов. Юрк. Эсир халĕ килĕре (домой) тавăрăнăр. N. Хĕрĕн юлташĕсем (товарищи) килнелле тарнă. Байгул. Кил теннинче (= тенинче) тирĕк-чашăк шăлтăртатмасăр пулмас, теççĕ. Трхбл. † Эпирех те килтĕмĕр, ай, кил пулчĕ, сирĕн кăмăлăрсĕм тин тулчĕ. N. Эпĕр уйпа пĕр килти çын пек пурăнатпăр. || Подворье. Конст. Чăв. Одессăра Пантелеймон монастырĕ килĕнче (в подворье) вĕсем çĕр каçнă.

киремет

(кирэмэт, к’ирэмэт’, Пшкрт: кєр’ємєт), киреметь (как свящ. место; от араб. кирамӓт). Охотн. Разные места около деревни и в самой деревне чуваш усеяны киреметями. Даже люди, близко стоящие к чувашам, часто ошибаются, понимая под слозом «киреметь» самих злых богов. «Киреметь», собственно, есть место, где пребывает злой дух, напр. дух какого-нибудь известного, некогда жившего на этом месте, чувашина, представляющего собою героя. У нас, напр., около деревни лежит прекрасное возвышенное пустсе место, имеющее форму полуострова, так как оно окружено с трех сторон двумя реками, соединяющимися в одну. На этом месте, помню, несколько лет тому назад росла старая, старая береза. Место около березы, а нередко и самую березу чуваши называют «утлас киремечĕ» — киреметь Утласа. По преданию чуваш, всем этим полуостровом владел когда-то богатый мужественный чувашин по именн Утлас. Находясь на высоком месте, откуда виднеется окрестность, и в то же время защищенном реками от нападения неприятелей, и владея домом с подземными кодами, ои умел всегда искусно и мужественно охранять себя и свое имущество от воров и разбойников и держать в страхе и покорности жителей нашей деревни. Утлас сам давным давно умер, но не умер его дух; он живет под березой, посаженной Утласом в своем саду. Дух его и теперь держит чуваш в страхе. Ни один чувашин не осмеливается выразить свою непочтительность к березе, где живет он, в противном случае дух Утласа наказывает его продолжительными телесными болезнями, для избавления от которых существует единственное средство — просить прощение в молении перед березою и зарыть в землю около нее медную монету, двухкопесчного или трехкопеечного достоинства. (Признаки жилища. Утласа до сего времени сохранились). «Киремети» имеют и другое происхождение. Место, где раньше совершали в продолжение столетий общественные моления высшим богам, нередко впоследствии были оставляемы, так как с течением времени условия жизни изменились, и чуваши, находя неудобным молиться на том месте, выбрали другое место для молений. Но уважение к прежнему месту молений сохраняется. Они и после изредка ходят туда молиться. Затем йомзи, затрудненные в обьяснении причины болезни чувашина, обращавшегося к ним за советом, говорили, что болезнь могла произойти лишь от неблагопристойного поведения его около известного места. Так постепенно чуваши приходили к убеждению, что на этом месте обитает злой бог, который и посылает нм болезни. Отсюда произошли новые «киремети» чуваш. Например, в нашей деревне, на берегу речки, есть место, куда собирались некогда для совершения общественных молений; оставлено было оно, по всей вероятности, когда поселились на противоположном берегу русские. Присутствие их мешало им молиться, так как те позволяли себе смеяться над их религиозными обрядами. Чуваши для молений выбрали другое место, а прежнее обратилось в «киреметь» (Авăр-кӳл киремечĕ). Сюда, в день совершения общественных млений, приходит старик, выбранный обществом, подметает небольшое место и, незаметно зарыв в землю медную монетку, отправляется домой. Этим выражается уважение к священному месту и память о молениях в старину своим высшим божествам. Чуваши чрезвычайно боятся киреметей и положительно разоряются на жертвоприношения им, особенно при продолжительной болезни. Дети еще с малолетства запугиваются «киреметью». Я помню, как нам было страшно проходить мимо «киремети»: мы опасались даже говорить между собою, чтобы как-нибудь не проронить оскорбительного для «киремети» слова. Как-то невольно слово застывало на языке. Никит. Киремет место — место, где приносят жертву киреметю. N. Ĕлĕк чăвашсем киремет патне укçа пăрахнă, халь нухрат пăрахаççĕ. Акă вăл мĕшĕн: халь киремет ашшĕ вилнĕ, теççĕ, аслă ывăлĕ уйăрлса тухнă, вăталăхĕ салтак(р)а, кĕçĕнан ухмах, теççĕ; çавăнпа ăна халĕ, укçа вырăнне нухратпа улталаççĕ. Собр. Умма татас вăхăт çитиччен, киремет патне умма татса еçсе пăрахсан, киремете аçа çапса çунтарса ярать, теççĕ. Çапла тусан та тармасан, сысна пуçĕ кайса чикеççĕ, тет те, вара тарать, теççĕ. N. Вăл мăн чӳк тенине киремет ăшăнче тумаççĕ, пĕр таса çерем çине тухса парне кӳреççĕ. Шурăм-п. Кунта ĕлĕк киремет пулнă, тет. N. Вăл киремет тени — йăри-тавра йăвăç; çав йăвăçсан йăри-тавра карта тытнă, çав карта ăшне пĕтĕм ватă çынсен (так!) пуçтарăнса кĕл-тăваççĕ. И. Тахтала. Киреметре ан вăрçăр, унта вăрçакан вилет. Никит. Çав киреметре час-часах çынсене киремет тытать. Начерт. 104. «Киремет» и «киреллĕ», место чувашского богослужения. Бгтр. † Пирĕн ял çине пăхсассăн, Шупашкарăн туйăнат, çак ял çине пăхсассăн, киреметĕн туйăнать. Панкми. Чĕке ту киремет, Мăн киремет, Çĕн киремет. Чăвашсем 13. Чăвашсем, килте пĕр-пĕр çын чирлесен, юмăç патне каяççĕ те, вăл вăсене мĕн-те-пулин каласа ярат. Е пĕр-пĕр ыр сăмах калат (киремете), ырă сăмах каласан вара часрах тума хăтленеççĕ. Хăш киремете, вăл юмăç мĕнпе чӳклеме калат: пăтăпа-и, хур-кăвакалпа-и. Пăтă юсманпа ак çапла тăваççĕ: пилĕк тиркĕлĕх юсман тăваççĕ те, унтан пăтă пĕçереççĕ; пиçсен вара, кайса хăш ырăсем каманине чӳклеççĕ. Пырсан, пăттине юсманне лартат та, асăнат: е пĕсмĕлле, тав тăватăп, пуççапатăп, çырлах, мана хĕнне асапне ан пар, тесе. Хамăр айванлăхне пуççапса каçарттарма килтĕм, çырлах, ан пăрах, тет. Çак сан таврашăнта ытлашши сăмах калаçнă пулин те, вылянă-кулнă пулин те. Çырлах, тунă кĕллĕме хапăл ил, эпĕ хуранлă пăттăмпа, тиркĕлĕ юсманăмпа асăнатăп, витĕнетĕп, мана (чит. ман) айван кĕллине хапăл ил, эпĕ хам айванлăхăмпа йăнăшрăм, çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр, тет. Вара виç хут ӳксе пуççапат та, тата укçа хурат вара, миçе пус та пулин. Ун пек киреметсем пирĕн çĕрте пилĕк тĕлте. Ак ăçта: пĕрремĕш — Шăхран тулĕнчи ырсем, вăл варман хĕрринче, çырмара, Киштек хирĕпе хамăр хир хушшинче; иккĕмĕш — Киштекри ырсем теççĕ, вăл çирма ялта, вăрман хĕрринче; виççĕмĕш киремет вăрмантан пăртак аяккарах, унта ĕлĕк пит шултăра вăрман пулнă, пит вăйлă вăрман пулнă, çĕмĕрт пит нумай пулнă; анчах вăл киремет пит хаярччĕ, тет, вăл; унта никам та пырса кĕреймесчĕ, тет; вăл вăрмана вара уделни вăхăтĕнче кирпĕç тума кастарнă, тет; ăна кастарма килекен старшина вара пĕр уйăхранах вилнĕ, тет. Тата пĕр Киштек вырăсĕ çав киремет тĕлĕнчен иртсе пынă чух, ун тĕлне çитсен, мăшкăлласа, ларса сыснă, тет те, хăй вара пĕр эрнеренех вилнĕ, тет; пит усалччĕ тет, çав киремет. Çавăнпа унтан халĕ те пит хăраççĕ. Халь анчах йывăç сахал юлнă ĕнтĕ: саккăр-и, тăххăр-и анчах юлнă ĕнтĕ. Тăваттăмĕш киремет — Тарăнварта, вăл Салмалав хирĕпе хамăр хир хушшинче. Пиллĕкмĕш киремет — Хула ăшĕнче, Ахтапана кайнă çĕрте, çӳлĕ çыран хĕрринче. Тата тепĕр киремет Кăнна урлă, Таяпа енче, тĕме çинче; унта пĕр хурăн ларат халĕ. Çак киреметсем пурте пĕр пек мар: хăшĕ ытларах та хаяр, хăшĕ аплах мар, тет. Тата хир-йĕнче, Раккассипе Елшел хушшинче, пĕр киремет пур, тет, çавна çитес хаяр киремет çук (такого злого киреметя, как он, нет), тет, вара. Ун тĕлĕнчен иртсе кайнă чух калаçма та юрамаст, тет, кулма та юрамаст, тет. Вăл киремет вырăнĕ çултан инçе мар, çултан çĕр хăлаç анчах, тĕме çинче, таврашĕнче йывăçсем ӳснĕ, çавăн енне çавăрăнса пăхма та юрамаст, тет. Пĕлтĕр пирĕн ялсем улатимир Аçтап(п)анĕ Миххайла праçникĕнче Раккассине йыхрава кайнă. Унта вăл ĕçкеленĕ, каç пулсан тин тухнă, хăй ӳсĕр пулнă; çав киремет тĕлне çитсен, аташнă вара, аташса çаврăнкаласа çӳресе шат супнă вара. Унтан çав киремет тĕми çине пырса кĕнĕ те, унтах лашине тăварса, çуни çумне кăкарса, выртнă вара. Вăл, çывăрсан, пит усал тĕлĕк курнă вара. Тухнă, тет, салтак çарри, пурте пăшалпа, тет, унтан кăна та шурă кĕпе-йĕм тăхăнтарса пăшал парса, салтакла вылятнă, тет. Унтан ирхине, тул çутăлсан, киле тавăрăннă вара; киле тавăрăнсан, мĕн пулнине пурне те каласа кăтартнă вара. Унтан вара хăй пĕр эрнеренех чирленĕ те, тăватă уйăх асапланса(н), вилчĕ вара. Нимскер туса та мая килмерĕ. Хăй виличченех пĕтĕмпе çĕрсе кайнă. Сред. Юм. Кашни киреметĕн хăйăн хуçи пôр, теççĕ. Çав хуçин çитĕнсе хĕр качча кайсан, çав хĕрĕн ô киремете хăйпе пĕрле илсе каяс пôлать, тет; хăйне илсе каймасан, киремет темле чирпе те чирлеттерет, тет, çав хĕре. Чирлесе аптрасан, хĕр вара киремете хăйпе пĕрле илсе каять, тет; ăна илсе каяс пôлсан, ак çапла тăваççĕ, тет: пĕчик пӳкçни (= пукане) тăваç, тет, тôтăр таткисĕнчен чӳркекелесе те: çак пӳкенипе пĕрле киремет пытăр, тесе, хăй качча кайнă яла илсе кайса, орам варрине пăрахса хăварать. Вара çав пӳкени пăрахса хăварнă çĕрте киремет полать, тет; он хуçи вара çав пӳкени илсе пыраканнисĕм полаççĕ, тет. Çапла вара пĕр киреметрен икĕ киремет полать, тет: пĕри çав ĕлĕк полнă çĕрте, тепри пӳкенипе илсе кайнă çĕрте. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççĕн (после моленья) киле кайма лай(ă)х мар, тесе, киреметсене кайса, укçа парахса кĕл-тусан, тин тавăрнаççĕ. М. Васильев № 3, 4. Çав хорама котне кайса янă çынна чăвашсем киремет тее пуçланă, киремет хăй çих полман-мĕн, онăн çемьи те полнă. Собр. Пуринчен ытла чăвашсем киремете пуççапаççĕ, ăна вăсем хурăнсенче, ăвăссенче, çеремсем çинче, е хурамасенче, юмансенче пурнать, теççĕ. Пĕр пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах: е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ, юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларат те, тути патне еçсе, тута тавра çавăркаласа: çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан: урăх киремет тытнă, теççĕ, вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманпа чӳклеççĕ. Шăматкун пасара пĕр икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илсе парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна, пăрахаççĕ. Вырсарникун çитсессĕн, ир ирех киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çисассăн, киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата тӳрлетеççĕ. Ib. Чăвашсем киремете туррăн шăллĕ (в ориг. «шăлĕ») теççĕ. Т. VI. 54. Тата ĕçленĕ чухне те: вăрçса те ятлаçса çӳретпĕр пулĕ, киреметсем, çырлахăр, тет, турамăшĕ! НАК. Сырлан киремечĕ, Хура-Кĕсрери киремет, Саланчăкри киремет, тăлăп ăшĕнчи киремет! Пурăр та çырлахăр, пиртен урăх ан ыйтăр; кама мĕн кирли аçăвăртан ыйтар (см. ,,сĕмĕле»), эпир ăна сирĕ(н) тӳпĕре те патăмăр (дали и на вашу долю). БАБ. Ахаль те пирĕн хирте киремет нуммай, мĕн пурĕ пилĕк киремет: Аслă киремет, Кĕçĕн киремет, Пулат киремечĕ, Явка ялĕ, пиллĕкĕмĕшĕ — çичĕ çырма пуçĕ. Ib. Вăл аннен ала тымарне тытрĕ те, калама пуçларĕ: а! сире тăшман киремет ячĕпе пăсса пĕтернĕ. Янш.-Норв. Йĕкĕр-чуллă, аçаллă-амаллă киремет! Карăш пурчĕ (чит. пурчĕ?) киремет, уй пуçĕ киремет, Алăк умĕ киремет, Кивĕ-çурчĕ киремет! пурăр та çырлахар, пиртен ытлашшине ан ыйтăр, мĕн кирлине аçăвăртан ыйтар, эпир ăна сирĕн валли те патăмăр. (Уй чук туни; молитва к киреметям). ЧС. Кăна, сирĕн ĕнене, киремет тытнă; пĕр кавакал памасăр çырлахас çук, тенĕ (сказала старуха-йомзя), N. Вăл туррине те, киреметне те ĕненмест. N. Киремет тытрĕ: алă-ура чист хутланса кĕчĕ (киремет прогневался и послал болезнь). Нюш-к. Вырăслайра пĕлтĕр пăру кĕтӳçне, пĕчик ачана, машшин курăннă, тет. Шуркут Ярмулли (ватă çын) уна илтсен: киремет вырăн шырать пуль, тет. Çавах мана кĕлел тавра иртнĕ çăвла ут кĕтӳ кĕтнĕ чух... (здесь пропуск). Халь киремет пĕр çынна та тытнине каламаççĕ çак, тесен ак çапла каларĕ: халĕ киремет йăвашланчĕ, ĕлĕк питĕ хаярччĕ; эпĕ унтан 2 сум вунă пус парса (пăрахса) аран хăтăлтăм, арăм чут вилсе каятьчĕ. М. Васильев. Киремет тесе, çынна тытса хутлакан турра (так!) каланă. Вăл пит усал пулнă; ăна, тул çăнăхĕнчен сар çупа çăрса, юсман туса панă. Шурăм-п. Атте мана шăппăн каларĕ: ку киремет мар, ку арçури; киремет вăл куçа курăнмаст (терĕ). N. Киремете парнене кӳрекен выльăхсем: хур, путек, така, вăкăр, тына тăваççĕ (приносят в жертву), урăх пĕр япала та тумаççĕ. Чхейп. Вара сымар выртакан çынĕ чĕрĕлсен: киреметсем çырла(х)хăрçĕ ĕнтĕ, тесе хĕпĕртенĕ; сымар çын çаплах чĕрĕлмесен, киреметсене тата ытларах тăрăшса тăва пуçланă. Татах сымар çын чĕрĕлмесен, каланă вара: çук, пирĕн киреметсене кам-та-пулсан пирĕн çиран (на нас) елеклерĕçĕ пуль, тенĕ, çавăнпа çырлахмаççĕ пире киреметсем, тенĕ. Курм. Киремете валли: пашалу, вĕтĕ йăва, пăтă пĕçерсе, турăшсене кутăн тăрса, алăк янаххисем çине, çтенасем çине, йĕркипе, çуртасем çутса, чăркуçланса ларса, пуçĕсене чиксе, темĕскер пăшăлтатса кĕл-тăватчĕç. Ib. Пирĕн аттесем киреметсене салат, хăмла, çпичкă, тата укçа пăрахатчĕç: на сана, киремет, сăра туса, ĕç-çи, савăн; малашне пире ан тив, тетчĕç. Байг. Тата манăн аттепе анне тĕрĕс чăн тĕнпе пурăннă: тĕрлĕрен киремете, хĕрт-сурта чӳк туман, тата юмăç патне те ăс ыйтма çӳремен. Ст. Чек. Киремет вăл аван улталанă, шур сухаллă старик пулса, çынсене курăнса вăл каланă: эсĕр мана çапла-çапла асăнсассăн, хĕн-хур ямăп, тенĕ; чир-чĕр ямăп, тенĕ, выльăх-чĕрлĕх-хĕре айăп тумăп, тенĕ; асăнмасан, хур туса пĕтерĕп, тенĕ. Иванова. Пирĕн ялти тĕне кĕмен чăвашсем: питĕ усал киремет, тесе, çаксене шутлаççĕ: Хăмăл ятлă киремете, çиçтĕпе, тата ял вĕçĕнчи пĕр пысăк хыра. Сюгал-Яуш. Ĕлĕк киремечĕ хут пĕлнĕ. Хут пĕлнĕ те, ăна нимĕнпе те улталайман, укçах (так!) парсах пынă. Вăл аччи-пăччисене (так!) хут вĕрентмен. Çавăн пирки, хĕç тимĕртен касса, тенкĕ пек туса пăрахсах улталаççĕ. Шинар-б. Пирĕн хамăр патра пĕр çыран хĕринче пĕр çӳлĕ ту пур, унта пурте: киремет пур, тесе, пуççапнă, укçасем пăрахнă. Халĕ ĕнтĕ пирĕн вăл киремет сăрчĕсене сухаласа пĕтерчĕç. Ăна пурте сухапама хăранă. Виçе кассинче пĕр Иван Гаврилыч ятлă çын пулнă, вăл вара çав киремет сăрчĕсене, йӳнĕ хакпа илсе, акса пурăннă. Çапла вара пирĕн патра киреметсене пĕтернĕ. Собр. Киремете вĕсем турăран те аслă, теççĕ. Чирлесен, ăна: е хур, е кăвакал памалла, теççĕ; хур та, кăвакал та памасан, вăл вилет, теççĕ, мĕшĕн тесен ăна киремет: нуммай вăхăт иртернĕ, тесе, вĕлерет, теççĕ. Юрк. † Çӳлĕ ту çинчи киремет, начарланнă шеремет; шурă такапа чӳк тусан, самайланнă киремет. Çĕнĕ ялсенĕн хĕрĕсем начарланнă шеремет, Кивĕ-ялăн каччисем, чуп-тусан, самайланнă шеремет. КАЯ. Çавăрăнсан-çавăрăнсан (хлеб при гадании), хай мăн килемей аннене укçа çине кăтартса каларĕ: пăх, кин, пăх, тулĕк сан куçа те курнать тем, укçа çине пĕр пĕчĕк улпут сиксе тухрĕ. Вăл улпут Сурăм киремеч ывăлĕ. Унăн çăварĕ кĕмĕл, чĕлхи ылттăн, кĕçĕн чĕлхи (uvula) пăхăр; вăл икĕ чĕлхе ак мĕн калать: Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ) ĕлĕк ман асаттене, вырăсла пулнă чух, пĕр тиха паман, халь çавăншăн ачине урнă йăтă туллаттартăм, ун ачи урса вилĕ!.. НТЧ. Хĕрлĕ çыр киреметĕнчен... N. Кайри (киремет?). N. Киремет пӳрчĕн никĕсĕ. См. Шĕнер киремечĕ, Рекеев III, 5, Магн. М. 121. || Приносимое в жертву киремети. Макка 53. Пирĕн ял патĕнчех хурăн çул пур, çав хурăн çул çинче киремет прахаççĕ. || Бранное обзывание. Ст. Чек. Ку киремет ста карĕ? Куда это он поехал? || Назв. местностей. НАК. Пĕрре кайăк хыççăн Хура Кĕсрери киреметре çӳренĕ чух, кӳлĕре пĕр кăвакал куртăм. Елаур. Киремет. Вăл Маликасси хыçĕнче, çӳлĕ ту айĕнче. Ĕлĕк унта киремете чӳк тунă. Унта малтан сĕм-тĕттĕм вăрман пулнă. Бел. Гора, Ст. Ганьк. Киремет, назв. урочища. Янших. Б. Пирĕн ял укăлчи тулашĕнче виçĕ хырă йывăççи пур. Çав хырăсем патĕнче ĕлĕк суя тĕнлĕ çынсем ку киремете пуççапнă, çавăнпа вăл вырăна Киремет, тенĕ. || Назв. оврага (тип çырма) около д. Дуваневой, б. Буинск. у. («унта ĕлĕк учук тăваччĕç»). || Назв. горы около д. В. Байгуловой, Козлов. р. Эпитеты «выртакан», «выртан», встречающиеся в названиях духов, повидимому, также свидетельствуют о том, что культ киреметей возник у чуваш из почитания умерших, слившегося впоследствии с культом мусульманских святых, на что указывают и сл. киремет, мăчавăр, мамале. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 270.

киренски

то же, что кирăнски. Козм. † Кикирик-киренски, ярански, çĕмĕрт хулă пĕкечи.

куллян

коллян (-л’ан), горевать. Шибач. Коллян. N. Кунĕ-çĕрĕн (так!) ачишĕн куллянат. Сĕт-к. Кĕрконне, çав Ваçок кайсан, Ольон пит коллянатчĕ. Ib. † Çĕмĕрт мĕншĕн коллянать? — Ачи хора полнăшăн. См. кулян.

кун

кон (кун, кон), день. Б. 13. Пĕр-кун каяс тесессĕн, çичĕ кунлăх çăкăр ил, теççĕ. Хурамал. Кунтан кун ырри пар, çĕртен çĕр ырри пар. Пшкрт: ыр ҕон п̚олды̆р! (Говорят при входе в дом). Чуратч. Ц. Ваçкă: виçĕ куна сăрук пар (дай три дня сроку), тесе, каларĕ, тет. Шугур. Ватман кун та иртмесчĕ. Не проходило дня, чтобы не били. Ивановка. Вара уччиттĕл ман ята ыйтса çырчĕ те, çав кунех (в этот же день) молебĕн тунă çĕре пыма хушса, тухса кайрĕ. Чист. Праçник виç кун тесен (за три дня до п.), хатĕрленме тытăнаççĕ. СПВВ. Тепĕр кунчех (вместо «тепĕр кунах»); тепĕр кунче, тепĕр кун, тепĕр кунхине. Ib. Çапла туман кун иртмен. N. Хăш кун хăш-хăш çыннăн килĕшнĕ кунĕ пулат: юмăç калат: сан çав кун телейлĕ, çав кун телейсĕр, тет. Холера 2. Пĕрре касса пилĕк кун иртсен. Через 5 дней после первой прививки. Ала 9З°. Икĕ кун иртсессĕн, виçĕ кун çине кайсассăн, çавă кайранхи ама çори амăшин хĕрĕ пĕр татăк çăкăр ыттисем куриччен (тайком от других) панă. Моркар. Тата пĕр виç кон тапак пураккинче осранă полсан, Есрелĕ вилеччĕ, паян кон та пĕр çын вилмесчĕ. Собр. Юнкун, эрнекун, шамăткун — çăмăл кун, теççĕ. Якейк. Çоха тума, утă çолма тыр вырма тунтикон е йонкон тохаççĕ; ытти консам тохсах каймаççĕ. Кĕтӳ те тунтиконпа йонкон кăлараççĕ. Регули 1207. Ик кон иртсен, кил. Приходи через 2 дня. Альш. † Уйăх тури (= турĕ-и), кун (солнце?) тури, саланас кун тин тури. Саланас кун тăвиччен, пухăнас кун тăвас-мĕн. Пазух. Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Скотолеч. 12. Ăна (это) кунне виççĕ (трижды) памалла. N. 9 кон вăрçă тăрчă, 9 коншăнче нимĕч кайăлла чакрĕ. N. Покрав кон (-к̚он) киле çитрĕм. Орау. Пĕр кун урлă, пĕр кун урлă (через день) киче-киле каятьчĕ. Ib. Виç кунтан (через каждые три дня) хурал тăраççĕ. Менча Ч. Пĕр-пĕр пушă кунĕ, е праçник кунĕ (в свободное время, или в праздник). ЧС. Çав кун (при погребении) пит ăшăччĕ, çавăнпа пирĕн аттене (умершего); аван çын, терĕç. Кун усал пулсан: усал çын вилнĕ пулĕ, теççĕ. Ib. Сĕрен кунĕ ачасем ирех хатĕрленеççĕ. Кан. Июнĕн 12-мĕш кунĕсенелле (приблизительно около 12 июня) хăмла пахчисене симĕс хурт ерчĕ. N. Уяр кунсам ероплансам кураппăр. N. Вăрмана кайсан, кашни кунах куратпăр эпĕр ăна. К.-Кушки. Вăл вилес кун ыран тесен, Чĕмпĕре тухса кайрăм. Я выехал накануне его смерти в Симбирск. ЧС . Вара вăл куна кунĕпех ĕçсе çирĕç. N. Пĕр кунтан тепĕр куна хăварса ан пыр. Не откладывай дела в долгий ящик. Карсун. Эпĕ ялта пурăннă чухне, хир ӳчӳкĕ тепĕр кунĕ тесен (накануне полевого моленья), мана асанне каларĕ... В. Олг. При входе в дом (в будни обыкн.) говорят: «Манăн килес, ыр кон полтар!» Отвечают: «Килех конталла, торă полăштăр! Юрк. Çăв уйăхийĕн пилĕккĕш хунĕнче (5-го мая). N. Çапла вăл ана çинче ирхи куна каçчен пуçтарса çӳренĕ (колосья). N. Пĕр кунччен, икĕ кунччен хăй тайăнĕпе макăр уншăн (об умершем). Юрк. Авă çав тĕпне пирĕн чăвашсем çак куна çитернĕ. Ib. Хĕлле кун таврăнат, çула çĕр. N. Вăл ĕç пулни ĕнтĕ паян виççĕмĕш кун. Регули 391. Ик контан холара полăп. Орау. Кунĕсем пăрмаях вăрăмланса пыраççĕ. N. † Атте-анне пире тупман пулсан, ăçтачĕ пире çутă кун. Ашшĕ-амăшне. Ак калаç ĕнтĕ пĕр иртсе кайнă япала çинчен. Иртнĕ кунăн çутти çук. Пазух. Вăрăмах ĕмĕре, кĕске куна, ырлăхпа иртерсе ярар-и? Ст. Яха-к. Çынсем мункун тепĕр кунне те ĕлĕкхи кун (накануне) пекех, ирех килĕнче апатсем çикаласан, пĕлĕштантăшĕсемпе пухăнса сăра ĕçме пуçлаççĕ. N. Пасар контанпа (со дня базара). Çутт. 153. Систермесĕр, тăхтамасăр иртрĕç карĕç çу кунсем, йăвăçсенĕн пĕр чăрлавсăр вĕçрĕç-пĕтрĕç çулçисем. Кан. Ах, те кунĕ килĕшмерĕ! — Характеристику дней недели см. Магн. М. 23, 21. || Погода. N. Кун (çанталăк) ăшăтса карĕ, кун сивĕтсе карĕ. Хурамал. Тĕлĕкре пулă курсан, кун сивĕтет, теççĕ. Юрк. Хĕвел хĕрелсе тухсан, кун пăсăлат. Сред. Юм. Ко яхăнта пĕр те латлă кон полмарĕ. На этих днях хорошей погоды всё не было. Ib. Акнă чохне кон килĕшнĕ. (Пĕр тĕрлĕ тыр ытти çынсĕн аван полсан, пĕрин начар полсан, çапла калаççĕ). Изамб. Т. Эпир тухнă чухне кун аванччĕ. Эпир Елчĕк патне çитерехпе тăман туха пуçларĕ. Ib. Кун ларат. Погода проясняется. N. Эх, паян кун лайăх-çке! N. Ма каяс мар вăрмана, çурхи кунта савăнма? Орау. Çакăн пек кун эпĕр ĕлĕк çичĕ хут шыва кĕнĕ. || В некот. установившихся выражениях афф. З л. в этом сл. опускается: раштав кон, в д. рожд..; мăнкон кон, в первый д. п. || Время. N. Паян анчах мар, кун пур халь! Алла кĕрĕн (попадешься в руки) хăçан-та-пулсан! N. Эсĕ пулăшнипе çакă куна çитиччен аван пурăнтăм. N. † Çаранлăха çул хыврăм çулахи кун çӳреме. N. Ку куна çитрĕм ĕнтĕ, çапах та пĕр сасă-чĕвĕ те çук ун çинчен. Б. Олг. † Тавай каяс, киле каяс, ирхи кона каç турăмăр (= уже вечер) Тим-к. Çак ачан кĕтӳ пăхнă чух нимпе те кун иртермелле мар, тет (скучал, не зная, как провести время). N. Кирлĕ кунта эп те кирлĕ пулăп (когда нибудь и я пригожусь), тесе, калат, тет. || Жизнь, течение жизни. Т. IV. Эрнекун вилнĕ çынна: кунĕ пĕтсе вилнĕ, теççĕ. Изамб. Т. Кунĕ пĕтнĕ пуль çав. БАБ. Усалшăн та кун иртет, ырăшăн та иртет. N. Ыр кон корас. Альш. Çĕмĕрт пиçсен вара кун (наступает веселое житье) Елшелсен. СПВВ. Х. Çамрăк кунтан кун малалла, ватă кунтан кун каялла. (Послов.). N. † Аттĕ панче ырлăх нăмай, кун сахал. Ск. и пред. 5. Каях, каях, йӳтетмĕш, курăн-çке ху кунна! Ст. Чек. Унăн кунĕ те кунта-кăна. 1. Единственно только здесь может он жить. 2. Он только здесь и бывает. (Слово «кунĕ» употреблено здесь в смысле «жизнь»). Ст. Ганьк. Ыр кун пар, ырă çул пар. N. Пӳлĕх суса панă кун пĕтмесен, уйрăлаймăп, тăван, эп сиртен. || Счастье. N. † И, ялăмăр, ялăмăр, ялта пирĕн кунăмăр. Эпир ялтан тухса кайсан, ăçта ырă курăпăр? (Солд. п ). Альш. † Атте анне пиллĕх çитсессĕн, турăпа пӳлĕх пире кун парĕ. || Участь. Судьба. Мошков. † Пире атте-анне çуратнă ăрăскалсем пĕтнĕ вăхăтра, çавăнпалан çак кунсене куратпăр. Ib. † Эпир пĕр каятпăр пит аякка, пирĕн кунсем туртат килелле. N. Эпĕ ырă кон корас çок. N. Çакă куна (горе еtс) курассăн туйăниастьчĕ. Баран. 122. Çапах та çак куна куракан йывăç сахал. Однако лишь немногие деревья подвергаются этой участи.

ӳсмеле

неизв. гл. Собр. Ярăп, ярăп, яра парăп, ӳсмелĕп тӳпелĕп. (Çĕмĕрт çурăлни, цветение черемухи).

явăн

(jавы̆н), виться; обвиваться. Йывăç явăнса ӳсет. Дерево растет завитушкой. Икково. Хăмла шăччă тăрăх явăнса çитĕнет. Алших. Хăмла шерте (шалçа) тăрăх явăнса ӳсет. Сл. Кузьм. I, 16. Вĕсен ĕçĕ кантăра пек явăнса пырать. У них дело идет как по маслу. К.-Кушки. Мăйне çĕлен явăннă (или: яваланнă). IЬ. Курăк йывăçа явăнат. Альш. † Ĕнтĕ çил çаврăнат, çил çаврăнат: çĕмĕрт çеçки хăвана явăнат. Бурунд. † Çĕр çырлисем пиçеççĕ хĕрелсе, тĕрлĕрен пĕр курăка явăнса. Клубника поспевает, рдея, обвиваясь вокруг разных трав. Чураль-к. Шучă тăрăх явăнакан хăмла путранки мар-и çав? Ура явса выртакан пирĕн варлисем мар-и çав? Н. Тим. † Явăна-явăна выртакан, пĕрлĕхен аври мар-и çав? Сред. Юм. Ирхĕне, вил-шыв (у др. сывлăм) укеччин, утă торттарсан, ȏ, явăнса, вĕрен пик пȏлса пырать (вьется как веревка). Юрк. † Хĕвел тухат, сарăлат, улма йывăç çине явăнат. || О пламени. ЧС. Çӳлте хĕм явăнать анчах — хĕп-хĕрлĕ, тастан (= таçтан) та курăнать пулĕ. Вьются в выси искры, красные-раскрасные; должно быть, далеко видно. [IЬ. Пушар йĕри-тавра çынсем явăнаççĕ анчах. Около пожара вьются люди]. Сред. Юм. Вăт (= вут) явăнать анчах. («О сильном пламени, когда кажется будто оно вьется»). || О течении. ЧП. Хура шыв юхат явăнса. Янш.-Норв. † Шывĕ юхат явăнса, хумсем çапаççĕ хĕрнелле. А. П. Прокоп. † Атăлсем тухат (юхат?) явăнса. Дик. леб. 36. Акă тинĕс хумĕсем, ывăна пĕлмесĕр, пĕрин хыççăн пĕри явăна-явăна пынипе темĕн тĕрлĕ хытă чулсене те тип-тикĕс якатаççĕ. || Об облаках. Дик. леб. 40. Хура тăхлан тĕслĕ хăрушă хум пек пулса, вĕсем явăнса шуса пыраççĕ. IЬ. 56. Çӳлте явăнать хуп-хура пĕлĕт. Наверху вьется черная туча. || О пыли. Сказки и пред. чув. 22. Тусан пырать явăнса. Пыль вьется. || О грязи. Сред. Юм. Çăмăр çуни халь те типмен, пыльчăк ȏрапана явăнса пырать (грязь навивается на колеса). ||О медленном, величественном движении солнца (так толкует КС.). ЧП. Хĕвелсем тухат явăнса. || О колосьях, которые клонятся от тяжести в разные стороны. Ст. Чек. Явăнса ӳсет ыраш (= вăйлă ӳсет). Колосья ржи от тяжести клонятся в разные стороны. || Виться (о птицах и т. п.). Сказки и пред. чув. Ялĕсем çинче кайăк явăнать. Над их деревнями вьются птицы. Толст. III-IV, 122. Вăрăм-тунасем явăнса вĕçсе çӳреççĕ, сĕрлеççĕ. Комары вьются, летают и жужжат. N. Икĕ ангел, икĕ архангел вĕççе килеççĕ пирĕн чуншăн, явăнаççĕ пирĕн çылăхшăн. || Увиваться (с какою-либо целью). КС. Сир. 27. Кам ăслăлăх çурчĕ таврашĕнче явăнса çӳрет, çавă унăн çурчĕ çумне пăта çапса тĕреленет. Якейк. † Эпĕ лартас хĕр панче упа-кашкăр явăнать. Около девушки, которую я хочу посадить (чтобы покатать), увиваются волки и медведи (дикие звери). С. Хорчка пек явăнса çӳрет. Вьется как ястреб. Тоже и о животных. Якейк. † Пирĕн çол çийĕнче корак-çăхан явăнать, эпĕр лартас хĕр панче ялти ача явăнать. (Песня на масленице). КС. Курак-çăхан виле таврашĕнче явăнса çӳрет. Сновать (в переносн. зн.). Ст. Яха-к. Эсир кунта питех явăнса ан çӳрĕр (не толпитесь). Сказки и пред. чув. 75. Ярăнтарса явăнса, шăпăр кĕвви ташлатать.

яп

(jап), слово неопределенного значения; встреч. в загадке. ТП. Загадки. Яп-яп ярапаллă, писмен кутлă, пăталлă. (Çĕмĕрт çырли).

яштака

(jаштага), стройный, прямой и высокий. См. яшта, яштай, яштак. Шел. 127. Яштака, тӳрĕ, хитре ăвăссем (стройные осины). Хорачка. jаштагатӧр, с'ӳђӓ. Шибач. Ай, яштака (тӳрĕ, хитре) çитĕнсе кайнă! . Яштака çын = вăрăм, хитре çын. . Яштака хорăн. Ир. Сывл. 9. Яштака хырсем... шăрантараççĕ хăйсен кĕввине (льют свою мелодию). СПВВ. ТМ. Тӳрĕ пĕр туратсăр вăрăм йăвăççа яштака йăвăç, теççĕ; çӳлĕ çынна та яштака теççĕ. Сорм-Вар. † Яш ĕмĕр яштака, яштах иртсе каймин-ччĕ. А. Турх. (Ăтăр) чиркасран яштакарах. Ч.П. Çӳçĕ те хура, пĕвĕ те яштака. Хурамал. Вăрман варринчи йывăç яштака пулать (= туратсăр пулать те, вăрăм пулать). Ердово. † Çĕмĕрт холли яштака; яштак холли авсассăн та хоçăлмаç, амасассăн та хоçăлмаç. || М. П. Петр. «Яштака ― представительный, величавый».

йыт-чĕччи

зачичеревевшие ягоды черемухи. Шарбаш. Паян эпĕ каçпа урама тухрăм. Виссар мучи çĕмĕрт çине, пăхрĕ те: кăçал çĕмĕрт пулмасть, сивĕпе йыт-чĕччисем анчах пулчĕç, тет.

лăпăр-лапăр

(лабы̆р), подр. хлопанью крыльями. Городище. || Подр. кипению. Якейк. Шу вĕренĕ чохне лăпăр-лапăр тăвать. || Очень грязный и вязкий. Якейк. Лăпăр (лы̃бы̃р)-лапăр çолпа пымалли та çок. Нельзя ехать по очень грязной и вязкой дороге. || Грязный. Ст. Чек. Ирсĕр, лăпăр-лапăр, юхан-шăтан, сĕлекелĕ. || Кое-какой, неважный, дрянной. N. Сайра çыннăн лăпăр-лапăр йывăç ларткаланă: пилеш-çĕмĕрт-хăва пекки, е пăçина-акартси (бузина и акаци). N. Лăпăр-лапăр йывăç (дрянные). || Хлам. Питушк. Пуçтăрас çак лăпăр-лапăрсене. Срв. Сред. Юм. Пит лăпăр-лапăрлă япалана хаклă парсах ан илĕр (не чистый). Ib. Алкомне кам лăпăр-лапăр илсе кĕрсе тôлтарнă ôнта (натаскали сору)? ГТТ. Акă сире хамăн лăпăр-лапăрсенчен хăшне-пĕрне (некоторые) пуçтаркаласа яратăп. (Сказано о рукописях). Альш. Халĕ ĕнтĕ унта шăтат лăпăр-лапăр курăк. || Ненастная погода. Городище. Лăпăр-лапăр тăрат. Стоит ненастная, (или грязная) погода. СТИК. Кĕркунне çанталăк питĕ лăпăр-лапăр пулат. Ib. Лăпăр-лапăр вăхăтра (в грязь, в слякоть) çула кайма тиврĕ.

маяк

веха, вешка. N. Çол хĕрне (= хĕррине) маяк лартнă. Альш. Маяка тăвăр лартнă çула ансăртарах хăварса лартнă маяка. С. Алг. † Хăмăшне маяка çыхаççĕ, аслă çул хĕррине кăларса лартаççĕ. N. † Ай-ай-ай, маяяй, сӳсмен пăяв сулахай; маяк касма карăм та, пĕчик пуртăна тытса илчĕç, кукăр кутне кукăртрĕç. Буин. † Аслă çулăн маякĕ пурте хурăн маякĕ; çакă ялăн хĕрĕсем пурте хуçа хĕрĕсем. СПВВ. ЕХ. Маяк — çул палли. Бюрг. † Палан-йывăç ларат маякра, тайăла ӳкет çилпеле. Юрк. † Çилтăманта каç çӳреме çухаласран маяк пур. Абыз. † Сирĕн ялсене пирĕн ялсам аякран та маякран такăй (= так) парас тиç халĕ. (Свад. п.). Юрк. † Аслă çулăн маякĕсем пурте çĕмĕрт патакĕсем. || Фамильное прозвище. К.-Кушки. || Маяк.

юхăн

плавно итти. Хыпар № 31-2, 1906. Аваннине те аван ĕнтĕ; сухара та, ахаль çӳреме те — калама та çук, юхăнса-çех пырать, тет. Шурам-п. № 7. Пĕвĕ пур çĕмĕрт пек, пичĕ пур чечек пек, утса пынă чухне юхăнать, хумханать (девица). || Итти торопливо. Якейк. Мархи Йăвансам панчен тохрĕ те, килелле йохăнса анчах пырать. || Обеднеть. Ст. Чек. Юхăннă, человек, обедневший от разных причин. Ib. Е, ман сурăха суттарса, укçине илчĕ, итту юхăннă. Ib. Юхăннă! Эх ты, голяк! СПВВ. Пурăнăç юхăнса кайнă (обеднел). Шел. П. 17. Саманисем йăвăр пулнипеле пурăнăçăм хытă юхăнчĕ. || Делать ненужные расходы. Хурамал. Укçана ахаль пĕтерсессĕн: ахалех юхăнатăн, теççĕ (напрасно тратишься). || Прийти в запущенное состояние. Шибач. Пӳрт йохăнса кайнă. Пшкрт. пöртђы̆нза к¬аjны̆. || Нищенство. Сборн. по мед. Пĕр-пĕр ĕçсе юхăна ернĕ çын хăйĕн çийĕнчи тумтирне хывса сутать.

йăт чĕччи

употребл. в след. выраж. N. Çĕмĕрт йăт-чĕччи полса пĕтнĕ. Ягоды черемухи вытянулись от утренников в какие-то мешочки.

вăшăл

(вы̆жы̆л), подр. более или менее сильному и длительному шуму тока воздуха. См. МКП. 103. N. † Вăшăл-вăшăл çил вĕрет, штăрнак çĕнче(= çинче) мар-и çав? Байгул. † Вăшăл-вăшăл çил вĕрет, путех çил мар пуль çав, пирĕн ăш вăркани пулчĕ пуль. Собр. † Вăшăл-вăшăл çил вĕрет, çĕмĕрт çеçки çыхланат. Бугульм. † Вăшăл-кăна вăшăл çилсем килет, хурăн кăчăки тăкăнать, пас тытса. N. Шăпăр-шăпăр çăмăр çăват, пирĕн куççулсем мар-ши çав? Вăшăл-вăшăл çил вĕрет, пирĕн ăшсем мар-ши çав? (Хĕр йĕрри). N. † Вăшăлах вăшăл çил вĕрет. Çутталла 17. Вăшăл-вăшăл çил вĕрет, ыраш пуçне хумхатать. Ир. Сывл. 21. Вăшăлл. вăш! вăш-вăш-ш! Шорк. Çил арман çунатти йывăрăн вăшăлл! — аран çавăрнать (о слабом звуке). См. вăшăлтаттар.

йĕсмеле

отделывать шнурком (йĕсме). Собр. Ярăп, ярăп, яра парăп; ярса çитсен, йĕсмелĕп те тӳммелĕп. (Çĕмĕрт сапаки).

вар

живот, желудок, внутренности (человека). О сохр. здор. Кăмпа пирĕн ăшра час çĕрмест, çавăнпа ăна варпа асапланакансенĕн çиес пулмасть. Орау. Вара тытса, кулмалла! (= выртса, йăваланса кулмалла). Просто умора! СТИК. † Вартан, вартан ан кала, вар ыратат, аннеçĕм! Пуçран, пуçран ан кала, пуç ыратат, аннеçĕм! Аслă акка вĕлерчĕ, вталăх (так!) акка пытарчĕ, кĕçĕн акка чарчĕ. (Так пела дудка из тупăлха, выросшая на могиле брата, убитого сестрами). Альш † Варрăн-варрăн ан кала, вар ыратат аттеçĕм. Мусир. † Варне пусса йĕрекен, пирĕн анне мар-и çав? N. † Варне тытса йĕрекенĕ манăн атте мар-ши çав? СТИК. Ах, вар пăват-çке! (сильная боль в животе; против нее пьют соленую воду). Н. Лебеж. Пĕр кăсăя сарă ылттăнăм варăма хырчĕ. Якейк. Ай тор, тор! Йăван çĕмĕрт тăрăнчен ӳкнĕ!.. Варĕ сикмен-ши (не повредил ли он себе внутренности?) N. Варпа хĕн курса выртачĕ (страдал поносом). || Uterus. Собр. † Калаçăттăм сăмаха тутлине, кунта хамăрпа пĕр варта выртни çук (нет единоутробных родных). Ч. П. Пĕр варта выртнă тăванăм пур. Юрк. † Çакă киле килмĕтĕм, пĕр варта выртнă тăван пур. Орау. Варăмра йăтса çӳрени ахаль пулчĕ сана! (Прокл.). Якейк. Иккĕ (так!) пĕр варта çитĕннĕ ачасам (родные братья или сестры). Ib. Эп онпа пĕр варта çитĕннĕ. Мы с ним родные (от одной матери). К.-Кушки. † Хампа пĕр варта выртнă тăванăм. Юрк. † Килтĕм, килтĕм (legе: кĕтĕм) çак киле, пĕр варта выртнă тăваншăн. || Сред. Юм. Вар вĕçнĕ пôль ôн паян, лара-тăра пĕлмес. У него на сердце тревога, он не может быть спокойным. N. Аçа-ама варĕ (чĕри) ывăл-хĕрте, ывăл-хĕр чĕри упара. Толст. Санăн ырă пурнăçу варна çитсе ленкнине куратăп ĕнтĕ. Орау. Ху ачăна усал сăмах вартан (от души) ан кала (подразумев. çиленсе, т. е. со зла).

вирĕм

(вирэ̆м), назв. чувашского народного праздника. N. Чăвашсен чăн аслă праçткĕ «вирĕм» ятлă праçник. Вăл праçнике мункунран ике-виçĕ кун маларах пуçлаççĕ. Вăл праçникĕн малтанхи кунĕнче, ирпе, иккĕн, ӳссе çитнĕ ачасем, пĕрнесем çакаççĕ те, аллисене патаксем илеççĕ, килĕрен апат-çимĕç пуçтарса çӳреççĕ. Вĕсем чӳрече патне пыраççĕ те, патаккисемпе шатăртаттарса: вирĕм! вирĕм! тесе, кăшкăраççĕ. Вара чăваш хĕр-арăмĕсем хăшĕ кĕрпе, хăшĕ какай, хăшĕ-хăшĕ çу ярса параççĕ пĕрнисем ăшне. Ун пек вĕсем ялĕпех çавăрăнаççĕ. Вĕсем урамра çӳренĕ чух çын ан пултăр; вĕсем, çынна курсан, хăвалаççĕ; хуса çитсен патаккисемпе тĕртсе яраççĕ. Кĕрписене, ашсене, çусене пуçтарса пĕтерсен, пĕçереççĕ те, пĕр пӳрте ялĕпе пуçтарăнса, çиеççĕ. Тепĕр кун юлашкисене, шаккаса çӳренĕ патакĕсене ял хыçĕнчи çырмана кайса тăкаççĕ: вирĕме паратпăр, теççĕ. Макка 222°. Вирĕм ак çак вăхăтра пулат: хăш вăхăтра Ласăр чĕрĕлнĕ теççĕ, çавăн пекех вĕсем те вирĕм тăваççĕ. Хурамана (siс!) çӳхе хăма тăваççĕ те, çатăрмине (трещотку) тăваççĕ. Унтан вара каççине (= каçхине) хулăсем илеççĕ те, кашни килĕрен çӳреççĕ. Вĕсем кам-та-пулсан йĕрĕх çук(к)и кĕрсен, ăна пĕр пысăк тиркĕпе сăра ĕçтереççĕ. Кам-та-пулсан ĕçсе пĕтерменне хулăпа хĕнеме тытăнаççĕ. Çапла вара пĕр килĕрен тухса каяççĕ, вăл çуртран пĕр япала та илсе тухмаççĕ. Унтан, тепĕр киле кĕрсен, унта çăмартасем çăмарта çукки укçа парать, тата чăкăт, куймаксем илсе тухса каяççĕ. Унăн кĕлли пĕрте çук, кĕлĕ вырăнне такмак калаççĕ. Çапла, пĕтĕм йĕрĕхлĕ çынсем патне кĕрсе çӳреççĕ. Унтан вара анкартисен хыçне каяççĕ те, пĕр тăватă татăк куймак, тăватă тĕпренчĕк тăвара (сырцы), тата пăртак çу илсе пăрахаççĕ. Унта вутă хурса, çатăрмисене пĕр çĕре пухса, çунтараççĕ. Унта варă епле кирлĕ, çапла килĕсене тавăрăнса килеççĕ. Вăл вирĕме ак мĕшĕн тăваççĕ: турă, çĕр çинеч çăмăр пар, ак çак çатăрма епле çатăртатать.— Тата тырă лайăх пултăр, тесе, вырăнĕсем çине çывăрма выртаççĕ. Çапла вирĕм пĕтĕмпех пĕтет. Ib. 194. Вара вирĕм иртерме каяççĕ. Вирĕме ак çапла иртереççĕ: иртермелли вырăнне çитеççĕ те, мĕн пур хĕскĕчисене пухса, çунтараççĕ; йăвисенпе хываççĕ, çăмартине çияççĕ. Унтан вара, пĕр çавранса пăхмасăр, килĕсене тараççĕ. Ib. Вирĕм вăл Лазаре чĕртнĕ шăмат-кун пулать. Вирĕме ăна чăвашсем акă çапла тăваççĕ. Ирхине йăвасем пĕçереççĕ, вара каçпала çамрăк ачасем пухăнаççĕ те, килĕрен килле кĕрсе, йăвасем, çăмартасем пухса çӳреççĕ. Будто вара, çавă çăмартасене парсан, вăсенчен чир каят. Унтан вара çамрăк ачасем хăйсене хулăсемпе çапа-çапа хăвараççĕ, а лешсем вара: ай турă, чир кайтăр! тĕççĕ. Унтан вара, ачасем тухса кайсан, хыçĕсенчен тухса кĕнисене силеççĕ: чир кайтăр, тесе. Вăсен ушкăнĕнче пĕри асли пулат, вăл аслине харпан (чит. хăрпан) теççĕ. Харпанĕ (чит. хăрпанĕ) вара, кашни килле кĕрсен, ак çак такмака калат: ну, хуçасем, мĕн паратăр? тет. Лешсем нимĕн те чĕнмеççĕ. Харпанĕ вара, хускатса, хайхи такмака калат: кĕрепенке çурă тапак, витре çурă кăмăс, чăкăт çурă чăкăт, çăмарта çурă çăмарта. Ăна памасан, выртатпăр та çывăраппăр, тет. Коракыш. Ĕлĕк мун-кун ыран тенĕ чухне стариксем килĕрен ĕççе çӳрепĕ. Мăн-кун эрне тенĕ чухне, ачасам вăрмантан çĕмĕрт-пилеш хулăсем касса хатĕрленĕ. Килĕрен çӳренĕ чухне, пурне те хулăпа: çир кайтăр, тесе, çаптарнă; çавна «вирĕм» тенĕ. Вирĕмре виçĕ ĕрет çӳренĕ: малтан пĕчĕкрех ачасем кĕрпе, çу, çăмарта пухса çӳренĕ, унтан пĕр пек çамрăкрах яшăсем шăпăрпа ташласа çӳренĕ, унтан ваттисем сăра ĕççе, хулăпа çаптарса çӳренĕ. Çӳресе пĕтерсен вара, пурте, шăпăрпа ташласа, çырмана çăмарта кайса ывăтнă. Унта темскер-те-пĕр каланă. Пăтă пĕçерсе, хăйсем ĕссĕн кĕл туса çинă. Изванк. Мун-кун каç (накануне пасхи), вирĕм чупнă чухне, акă çапла юрлаççĕ. В. Олг. (В страстную субботу) çамрăк ачасане хошачĕ: вирĕм косăр сер (= эсир); çатăркан (трещотку) туса парап сана, тет; хĕрлĕ холă сана валли кӳрсе хĕлле. Охотн. „Вирĕм“ и „сĕрен“ — два названия одного и того же обряда. Ч. С. Пирĕн ялсем, мун-кун эрне юлсан, вирĕм тăваççĕ. Вирĕме кăларса ярсан, ялти ват çынсем: чир-чĕре ăсатса ятăмăр ĕнтĕ, тесе, пурте пĕчĕкçĕ ĕçкĕ тăваççĕ. Сунчел. Вирĕм тăвас, совершать „вирĕм“ (исполнители этого обряда назыв. „сĕрен халăхĕ“). Яжутк. † Кăр-кăр-кăр чӳречи, Хапăс карти пакарти, вирĕм-парăм кут шăтăк.

вăр

(вы̆р), подр. Движению струи воздуха, средней силы. Подр. движению (средней силы) качающегося предмета, напр. дерева на корню. Подр. такому настроению, когда „болит“ или „ноет“ сердце, или когда сердце не спокойно, в тревоге. Макка 28°. Хирти çил вăр-вăр тавать (подувает одинаково, ритмично, но не сплошным током). Çутталла 144. Хай вăр-вă-ăр! вĕрсе илчĕ. Сред. Юм. Вăр-вăр (про теплый ветер; ветер сильнее, чем «вăштăр-вăштăр»). † Çур-çĕр енчен çил вĕрет; вăр-вăр тесен (если подует), çӳç вĕçет (развеваются). С. Тим. † Леш аяккинче вĕрене, çулçи вăр-вăр тăват-çке (движутся, колышутся); ман çийĕмре шур кĕпе, арки вăр-вăр тăват-çке. Çак вăйăран юлсассăн, ăш-чик вăр-вăр тăват-çке. Ч. П. Хĕр çураçнă ачасен ашĕ вăр-вăр тăвать-çке. А. Ц. Прокоп. † Хуйхă йăвăр пулнăран чĕреçĕм вăр-вăр тăвать-çке. Упа 573°. † Шура пӳртĕр умĕнче самавар вĕрет, шур кăпăкĕ вăр-вăр та, ай, çавăрнат; çын-çын урлă сăмахсем, ай, илтсессĕн чĕрем варри вăр-вăр та, ай, çавăрнат. Богдашк. † Кашта кашта шур кĕпе, арки вăр-вăр тăвать-çке, çĕрле вăйя тухмасан, ăшăм вăр-вăр тăвать-çке. Пшкрт. Вăр-вăр тоттăр вĕçет. Ib. Кайăк вăр-вăр вĕçсе карă (маленькая) См. вушт. Микушк. † Аслă улăхра куккук авăтать-çĕмĕрт йывăç вăр-вăр тăвать. Чăв. юм. 1919, 14. Шурă кĕпи вăр-вар вĕçет, çутă тухйи шăнкăр-шанкăр тăвать. Емельк. † Шурă вĕрене вăр-вăр авăнат. Якейк. Потран кĕпçи вăр-вăр. А. П. Прокоп. † Çамрăк пуçма йăвăр килсессĕн, çинçе пӳçĕм вăр-вăр авăнат. Турх. Тăрин икĕ çуначĕ вăр-вар тăвать (порхает). М. Д. Кайăкĕ вăр! вĕççе кĕчĕ (в избу). Çиç. çирĕ кĕм. 67. Чăшт сапас та, пăрр! чĕртсе... вăр-вăрах çунса каять хăйĕн вулас пӳртĕнтче. || Подр. энергичному вернению или кружению. Альш. † Çеçен хир варринче çавра кӳл: вăр çаврăнса ишмешкĕн вырăн çук. Девлизеркино. Ку аллинчи тилкепи вĕçне хăй пуçĕ тавра вăр-вăр-вăр çавăрса, лашине пит хытă сăптăрать. Шарбаш. Çав хушăрах (тут же) пĕр енелле вăр-вăр çавăрăваççĕ (питĕ хытă... темле ӳкмеççĕ... при пляске). Образцы 52. Пĕчĕкçеççĕ курка, сарă курка, вăр çавăрса (опрокидывая) ĕçме хушаççĕ. Кĕвĕсем. Ман çаваçăм вырăсла, вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. Шарбаш. Вăр-вăр вăрманти, турат куç турханти (тур’анδиы. Кашкăр). || Подр. швыряншо. Альш. Вăр ывăтса, ярат, тет, тулалла (вышвырнула его). |{{anchor|DdeLink21084067528703}} | Подр, дребезжанию. Юрк. Вăр-вăр ту — дребезжать. См. МКП. 25.

ывăт

(ывы̆т), бросать, кидать; пускать (стрелу). Цив. Эпĕ чул илтĕм те, йытă патнелле ывăтса ятăм. Полорусс. † Уххуна ывăтсан та, çӳле ан ыт (так!): ухху ункисене çухатăн. † Урама тухрăм, ух ывăтрăм. N. Манăн çурт çумĕнче икĕ хыр ларать, эсĕ çавсене, тăпăлтарса, хуларан ывăтса ярсан, эсĕ ман пуçа касатăн; ывăтса яраймасан, эпĕ санăн пуçа (т.-е пуçна) касатăп. Юрк. Патаккăна мĕшĕн ывăтса ятăн? || Распускать (цветы.). Буинск. † Çĕмĕрт чечек ывăтат, вăрманурлă курă нат. || Вскидывать (голову). † Пирĕн кăвак лаша çук; пусан та, пуçне ывăтас çук. † Пуян хĕрĕ, тиейсе, пуçра ывăтса ан тăрăр. Çук çын хĕрĕ, тиейсе, пуçра чиксе ан тăрăр. || Взрывать (порохом). Ист. 165. Тар пĕтĕм çĕре ывăтса янă. || Употребл. и в ткацком деле. СТИК. Шурă çине хĕрлĕ ывăтса турăм = кумми шурă пусан, ураççи хĕрлĕ пусан, çапла калаççĕ. || Намекнуть. Нюш.-к. Ывăтса, «намеками». Ыввăт! Сред. Юм. Пĕчик ачасем пытанмалла выляç те, пытансан: ыввăт! тесе çôхраççĕ.

ыткăн

(ыткы̆н), то же, что ывăткăн. N. Кашкăр ыткăна пачĕ. Волк бросился бежать. Изамб. Т. Хĕрсем ыткăнса çӳреççĕ (ходят гоголем) IЬ. Лаша ыткăнса пырать (бежит быстро, свободно). Букв. 1904, I. Унччен те пулмасть, пĕр арăслан сиксе тухать те, ыткăнать пăлан çине. Пазух. † Сирĕн кӳлнĕ лашăр çĕмĕрт-хура, халь ыткăнĕ эпир те ларсассăн. Ст. Дув. † Ыр ут килет ыткăнса, ырă урхамах йĕрĕпе. Альш. † Ыткăнса утса пынă чух ылттăн шăрçанăн курăнаттăн (тантăшçăм). (Из «хĕр йĕрри»). Янтик Б. † Пахчи — пахчи пан улми чи тăрринчи сар улми; самай татас тенĕ чух, ыткăнайрĕ-каяйрĕ (отлетело в сторону). † Хамăр ял кĕперĕ ылттăн кĕпер, — епле ыткăнса каçам-ши? Шурăм, № 6. Никамран хăрамасăр ыткăнатăп (устремляюсь, кидаюсь). Собр. 327°. Улăхаяттăм çӳл ту çине, ыткăнаяттăм (устремился бы) уртăш йывăççи çине. Уртăш йывăççин мĕн хуйхă? Амăрт-каяк лармас, çав хуйхă. Альш. Ыткăнса утса пынă чух, ылттăн шăрçанăн курăнатăн! N. Шыв ыткăнать-кăна: çул çине мĕн лекнĕ, çавна илсе каять. Чебокс. Ылттăнпала ыткăнмалла выляма. (Смысл непонятен). Альш. Ытканас (возноситься, гордиться) мар: ылттăнсем пур, тесе; хурланас мар: телейсем çук, тесе.

Исмел

гл. неизв. значения; встр. в загадке. Собран. Ярăп, яра парăп, исмелĕп те тӳмелĕп. (Застегивание кафтана, сăхман тӳмелени). В Актай та же загадка имеет другую отгадву: тумла юхни, т.-е. капель. (Яр)гунькино. Ярăп-ярăп, яра парăп, исмелĕп те тӳмелĕп (scr. тумелĕп. Çĕмĕрт çурăлса чăмăртанни — цветение и образование завязи на черемухе).

улаттар

заставлять выть. Тюрл. Çĕмĕрт туйя — хыт туйя, çапмассайран улаттарать.

улăх

олăх, луга по берегам рек. Микушк. Улăх = луга но берегам реки. Н. И. Полорус. Улăх — шыв хĕрринчи çаранлăх. К.-Кушки. Улăх — заливные луга. Сред. Юм. Атăл улăх улма пик, пирн пиччесем улпут пик. Янтик. Улăх — луга на ровном месте, по берегам или около берега речки. Сред. Юм. Олах — ровная, низкая, весной затопляемая местность по берегам рек. О сохр. здор. Çур-кунне шыв, çырмаран тухса, улăхалла сарăлса каять. || Луга на берегу реки, поросшие кустами. Паас. || Луга вообще. В. Олг. Олăх = луг вообще. Орау. Çил улăхран вĕре пуçларĕ. Подул луговой ветер. || Мелколесье. Ст. Чек. Улăх — вак йăвăçсем, хăвасем, вĕренесем, каврăçсем, пилешсем, çĕмĕртсем ӳсекен вăрман. Ст. Чек. Çак çулпа пырсан-пырсан çак çул урлă пĕр çул каççа каять; вăл çулпа каяр та, улăха кĕрĕр; улăхра çул икке уйăрăлат, сылтăм çулĕпе каяр вара эсĕр. П. Пинер. † Аслă улăх витĕр çил вĕрет, çĕмĕрт çеçки çыхланать. N. Ула-каяк явине улăхĕпе шырăн, тупаймăн. Юрк. † Улăх витĕр тухнă чух, çĕмĕрт çинче пирĕн куç. Ст. Ганьк. Аслă улăх варринче вăрăм чăрăш тăрринче, куккук ларать авăтса. По объясненню чув. из. д. Богдашкиной (Пухтел), в улăхе могут рости и крупные деревья (пĕрене пеккисем). || Реденький, вырождающийся лесок. Изамб. Т. Пăртак йывăçсем пулать унта (кусты и пр.). || Якейк. Олăх — луга (всякие), но без травы, напр., зимою или после сенокоса, когда уже все убрано. См. çаран. || Прогалина, поляна в лесу. Ст. Чек. Улăх — вăрман уççи. . Улăхран каяр. || Именево. Улăх — пысăк уй. || Иногда имеет значение острова. Череп. || Назв. местности около Анатри-Каччел. Нижн. Качеево. Вăл ялти хăвалăха Улăх теççĕ. || В след. примере точное значение слова установить трудно. Собр. 118. Аттепе анне хушшинче улăх пек (= пысăк) пĕвĕме ӳстертĕм. N. Ăрама улăх пак пӳрт янтăрать. Ч. П. Улăх тăрри улма пек. || Альш. Улăх — хир ячĕ (назв. поля). || Назв. селения Олыхи, Ядр. у. Магн. Олăх хопламăш, ачи-пачи пăчламăш.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

букет

сущ.муж.
чечек çыххи; букет черёмухи çĕмĕрт чечекĕн çыххи

зацвести

глаг. сов.
чечеке лар, çеçке çур, çеçкене лар; черёмуха зацвела çĕмĕрт çеçки çурăлнă

распуститься

1. 1 и 2 л. не употр. (син. раскрыться) глаг. сов. çурăл, çеçкелен, çеçкене лар, чечеке лар; черёмуха распустилась çĕмĕрт çеçкене ларчĕ
2. иртĕн, иртĕх, чарусăрлан, йĕркерен тух

цвести

глаг., 1 и 2 л. не употр.
çурăл, чечеклен, чечеке лар, çеçкене лар; черёмуха цветёт çĕмĕрт çеçки çурăлнă, çĕмĕрт çеçкене ларнă ♦ он цветёт здоровьем вăл сып-сывă; вода в пруду цветёт пĕвери шыв симĕсленет (вĕтĕ ӳсен-тăран ĕрченипе)

черёмуха

сущ.жен.
çĕмĕрт; черёмуха цветёт çĕмĕрт çеçкене ларнă

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

черёмуха

çĕмĕрт.

цвести

-ту несов. 1. чечеке лар, чечек кăлар, чечеклен, çеçке кăлар, çеçкене лар, çеçкелен, шăркана лар, шăркалан; когда цветёт рожь ыраш шăркана ларнă чух; черёмуха цветёт çĕмĕрт чечеке ларать; 2. перен. чечеклен; искусство и науки цветут искусствăпа наукăсем чечекленеççĕ.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

агатовый

прил. 1. ахах..., ахахран тунă; агатовая брошка ахах брошка; 2. ахах (е çĕмĕрт) пек; агатовые глаза çĕмĕрт пек хура куçсем.

почка

ж. бот. папка, папак, кăчкă; цветочная почка кăчкă; почка черёмухи çĕмĕрт папки; на деревьях распустились почки йывăçсем папка кăларчĕç.

смоль

ж.: чёрный как смоль çĕмĕрт пек хура.

смоляной

прил. 1. сăмала ⸗ĕ [⸗и]; смоляная бочка сăмала пички; смоляной завод сăмала завочĕ; 2. сухăр ⸗ĕ [⸗и]; смоляный запах сухăр шăрши; 3. (смолистый) сухăрлă; смоляная сосна сухăрлă хыр; 4. (смолёный) сăмалаллă, сăмалаланă, сăмала сĕрнĕ; 5. (о цвете волос) сăмала (е çĕмĕрт) пек хура, йăм хура.

цветок

м. (мн. цветы, цветки) чечек, çеçке; полевой цветок хир чечекĕ; комнатный цветок кил чечекĕ; цветок черёмухи çĕмĕрт çеçки.

черёмуха

ж. çĕмĕрт.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

çĕмĕрт

шомырт

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

çĕмĕрт

«черёмуха»; башк. шӧмӧрт, тат. шомырт, узб. шумурт, алт. И дьымырыт, намыртнымырт, шор. ныбырт «черемуха»; казах. шомырт «тёрн»; болг. смардлыка «место, изобилующее черёмухой», чув. çĕмĕртлĕх.

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Алă çитмест

Алă (ал) çитмест руки не доходят до кого-чего.
Çĕмĕрт типсе пĕрĕннĕ: татса хума ал çитмерĕ. А. Артемьев. Сарай тăвас пулатчĕ те кăçал, — çитмерĕ ал. А. Кăлкан.

Илем кĕрт

Илем кĕрт украшать / украсить что, придавать / придать красивый [живописный] вид чему.
Çĕмĕрт çеçкисем яла илем кĕртеççĕ, унта-кунта тутлă шăршă кăларса чуна хĕпĕртеттереççĕ. П. Осипов.

Куç шарать

Куç [куçпуç] шарать (шарчĕ) рябит (зарябило) в глазах у кого, глаза ослепляются / ослепились у кого.
[Чĕкеç:] Ялта çар çыннисем — куç шарса каймалла. Н. Терентьев. Куç шармалăх çеçке çурнă çĕмĕрт, Пуçласа эп сас панă ун чухне. Г. Юмарт. Илемлĕхне шарать куçăм-пуçăм. С. Элкер.

Ниçта кайса ан кĕр

Ниçта кайса ан кĕр не находить / не найти себе места.
Тăрмитун мучие кичем. Çав тери, ниçта кайса кĕмелле мар кичем! Л. Агаков. Люда, чунĕ кӳтсе килнипе, ниçта кайса кĕреймесĕр пӳлĕм тăрăх утса çӳрет. Н. Терентьев. Садри çамрăк çĕмĕрт çил вĕрсен, кăтăклă ача пек, ниçта кайса кĕрейми хуçкаланать. Ю. Скворцов.

Çĕмĕрт кукли çи

Çĕмĕрт кукли çи быть высеченным, выпоротым.
Задача тăватăп тесе кăмакана кăмрăкпа вараласа пĕтернĕшĕн пайтах çĕмĕрт кукли çинĕ. Я. Щипцов.

Çĕмĕрт кукли çитер

Çĕмĕрт кукли çитер дать березовой каши (выпороть, высечь).
Çĕмĕрт кукли çитереççĕ.

Чечек ывăт

Чечек ывăт распускаться / распуститься, раскрываться / раскрыться (о цветах).
Çĕмĕрт чечек ывăтни вăрман урлă курăнать.

Çавăн пекех пăхăр:

çĕмĕрлен çĕмĕрлеш çĕмĕрлешӳ çĕмĕрлсайса « çĕмĕрт » çĕмĕрт кукли çĕмĕрт курăк(ĕ) çĕмĕрт хотаççи çĕмĕрт-çырла çĕмĕрт-мăйраки

çĕмĕрт
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150