Шырав: çĕпре чулĕ

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

акшар

известковый
акшар чулĕ — известняк
акшар шывĕ — известковый раствор
акшарпа шурат — белить известью
çунтарнă акшар — гашеная известь
çунтарман акшар — негашеная известь
акшар шĕвекĕ (ирĕлчĕкĕ) — известковый раствор, раствор извести

арăм

женский
çамрăк арăм — молодая женщина, молодица, молодуха прост.
туй арăмĕ — женщина, участвующая в свадебном обряде
чăваш арăмĕ — женщина-чувашка
арăм пăтавкки çĕкличчен арман чулĕ çĕклес-мĕн — фольк. лучше бы мне носить на себе жернова, чем тяготы замужней женщины

арман

мельничный
алă арманĕ — ручная мельница
вутлă арман — паровая мельница
кĕрпе арманĕ — крупорушка
механизациленĕ арман — механизированная мельница
çăм арманĕ — шерстобойка
çил арманĕ — ветряная мельница, ветряк
шыв арманĕ — водяная мельница  
арман лаççи — 1) помещение мельницы 2) пристройка к мельнице (для хранения хлеба)
арман пĕви — 1) мельничная плотина, запруда 2) мельничный пруд
арман çунатти — 1) крылья ветряка 2) перен. вспыльчивый человек
арман таппи — подпор воды в мельничном пруду
арман урапи — мельничное колесо
арман чулĕ — жернов
арман хуçи — 1) хозяин мельницы 2) мельник
арман хӳри — правило ветряка (поворотное устройство)
арман авăрт — молоть муку
арман авăртакансем — помольщики
арман хуп — 1) остановить мельницу 2) запереть затвор мельничной плотины
Уй варринчи çил арманĕ ни авăрать, ни авăрмасть. — фольк. В чистом поле ветряная мельница не то мелет, не то нет.

калтăр

1.
подражание шуму вращающегося предмета
арман чулĕ калтăр çаврăнать — жернов крутится с глухим шумом

калтăрт

подражание мерному постукиванию вращающегося предмета
калтăрт-калтăрт — усил. от калтăрт
арман чулĕ калтăртах, тăвать — жернов мерно погромыхивает

кăптăрт

1.
подражание глухому стуку
арман чулĕ кăптăрт тăвать — жернов постукивает

кăптăрт-кăптăрт —
1) подражание постукиванию
кăптăрт-кăптăрт тутарса çӳре — ходить, стуча ногами
2) подражание хрусту при жевании

лапра-çĕпре

1.
грязь, слякоть
кĕрхи лапра-çĕпре пуçланчĕ — наступила осенняя слякоть

масар

кладбищенский
ял масарĕ — сельское кладбище, погост
выльăх масарĕ — скотомогильник
масар карти — кладбищенская ограда
масар шăтăкĕ — могила
масар теми — намогильный холм
масар тăпри — намогильный холм
масар чулĕ — надгробие, намогильный камень
масар çине ăсат — проводить в последний путь

мăнаçи


мăнаçи чулĕ
— метеорит, аэролит

мунча

банный
хура мунча — курная баня, баня по-черному
шурă мунча — баня по-белому
мунча кунĕ — банный день
мунча лапки — полок
мунча умĕ — предбанник
мунча чулĕ — камни на каменке в бане
мунча кĕр — мыться в бане
мунча пулнă — баня протопилась
мунча хут — топить баню
мунчи тутлă пултăр! — желаю легкого пара!
мунчи тутлă пулчĕ-и? — с легким паром!

тип мунча кĕрт — задать баню, побить

нăх

нăх чулĕ — гравий, камень-голыш

сăвăр


сăвăр кăмпи — гриб-дождевик
сăвăр чулĕдиал. булыжник

суйăр

суйăр чулĕ — булыжник

тăх

1.
насекать, делать насечки
арман чулĕ тăх — насекать мельничный жернов

халтăр

подражание громыханию, грохоту
витре халтăр! туса кусса кайрĕ — ведро с грохотом покатилось

халтăр-халтăр — подражание продолжительному громыханию, грохоту
арман чулĕ халтăр-халтăр туса çаврăнать — с громыханием вращается мельничный жернов

халтăрт

подражание непродолжительному грохоту
картиш алăкĕ халтăрт туса хупăнчĕ — калитка со стуком закрылась

халтăрт-халтăрт — подражание ритмичному громыханию
арман чулĕ халтăрт-халтăрт тăвать — мельничный жернов погромыхивает

хăйăр

песочный
песчаный

вĕтĕ хăйăр — мелкий песок
хăйăр кĕрчĕсем — дюны
хăйăр перчи — песчинка
хăйăр сехечĕ — песочные часы
хăйăр тĕслĕ пусма — материя песочного цвета
хăйăр чулĕ — песчаник (камень)
хăйăр кăлармалли вырăн — песчаный карьер
сукмака хăйăр сап — посыпать дорожку песком

хăйра

точильный
çаврака хăйра — круглое точило
хăйра чулĕ — точильный камень, точило

хăлтăртат

то же, что халтăртат
арман чулĕ хăлтăртатать — мерно громыхает мельничный жернов
кăркка хăлтăртатать — индюк кулдычет

чул

каменный
акшар чулĕ — известняк
вак чул — щебень
яка чул — галька, булыжник
лаптак чул — плитняк
çĕпре чулĕ — галька, камень-голыш
нăх чулĕ — алька, камень-голыш
хăйăр чулĕ — песчаник
хăйра чулĕ — точильный брусок
шурă чул — бутовый камень
чул арманĕ — камнедробилка
чул карлăк — парапет
чул катăкĕ — обломок камня
чул сăмсахĕ — скала
чул çурт — каменный дом, каменное строение
чул тăвар — каменная соль
чул ту — каменная гора, утес
чул сăрт — каменная гора, утес
чул сăр — мостить
никĕсе чул яр — забутить фундамент, заложить каменный фундамент
Каçхи çул — кăкăр çинчи чул. — посл. Ночной путь — словно камень на груди.

чул

2.
жернов (мельничный)
арман чулĕ — жернов, постав
аялти чул — нижний жернов
çӳлти чул — верхний жернов, бегун
чул тăх — насекать жернов

чул


пӳре чулĕ мед. камни в почках
чул ĕмĕрĕ — каменный век
чул чĕре — каменное сердце

шалтăрт

подражание короткому стуку
чӳречене шалтăрт хупсахур — со стуком закрыть окно
шалтăрт-шалтăрт — подражание ритмичному постукиванию
арман чулĕ шалтăрт-шалтăрт туса çаврăнать — жернов вращается с равномерным постукиванием

çĕпре

дрожжевой
апат çĕпри — пищевые дрожжи
сăра çĕпри — пивные дрожжи
типĕ çĕпре — сухие дрожжи
çĕпре тăрри — остатки пива на дне бочки
çĕпре цехĕ — дрожжевой цех
выльăх апатне çĕпрепе йӳçĕтни — дрожжевание кормов

çĕпре

2.
гуща, осадок (при брожении)
çĕпри анчах юлнă — осталась одна гуща


çĕпре амăшĕ — галька, камень-голыш

ăшши

жар, пар (в бане)
мунчара ăшши сахал — в бане мало жару
ăшши пар — поддать пару
мунча лапки кĕленче, чулĕ мерчен, ăшши шерпет — фольк. полок в бане стеклянный, каменка коралловая, пар из медовой сыты

амăшĕ


çĕпре амăшĕ — галька, голыш
тырă амăшĕдиал. спорынья
чĕп амăшĕ — наседка

çиçĕм


типĕ çиçĕм — зарница
уяр çиçĕм — зарница
çиçĕм чулĕастр. аэролит

аçа


аçа кĕпçибот. козловик, козлец
аçа çури — отчим
аçа туккадиал. мужеподобная женщина
аçа чулĕ — аэролит (букв. громовой камень)

йӳçĕт

3.
дрожжевать, класть дрожжи (для брожения)
çĕпре ярса йӳçĕт — добавить для брожения дрожжи
йӳçĕтекен бактерисем — бактерии брожения
выльăх апатне çĕпрепе йӳçĕтни — дрожжевание кормов

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

вут

огонь
вутама (вут+ама) — мать огня
вут пуççи — головня, головешка
вут-кăвар (огонь-жар) — различные виды огня
вут чулĕ — кремень
вутлă кимĕ — пароход
вут чĕртсе хураççĕ — разводят огонь
вут хут  — топить печь
вут хутса йар — затопить печь

мунча

баня; мунча кĕр – в баню итти; мунча чулĕ – каменка.

118 стр.

çĕпре чулĕ

голыш.

192 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

ик

неизв. слово. Вотлан. Ик чак — пĕр чăмăртак. (Йăва, загадка о гнезде). В. Чураль-к. та же загадка относится к замку или ключу («çăраçи», т.-е. çăраççи), а в Байгулове — к банной каменке: ик-чак чăмăрк(к)а=мунча чулĕ. Икково. Ик чак чăмăртак, иккĕн (вдвоём) тытса çимелле (Загадка о брюкве: кушшăм).

сакмар чулĕ

назв. камня. Е. Седяк. Сакмар чулĕ — чăп-чăмăр, яка.

салтăн

(салды̆н), развязаться; раздеваться, разуваться. N. Унăн мăйĕнчи чулĕ салтăнса ӳкнĕ. N. Салтăн, раздеваться до-гола или до-белья. СТИК. Улпут салтăнат, мĕн тăват та, чей ĕçме ларат. N. Эпир, мĕн пур Сĕве хĕрĕнчи ачасем, пурте салтăнса шыва кĕрсе кайрăмăр.

саплăк

заплатка. Чăв. й. пур. 5. Кĕрĕкĕ пулсан та, сăкманĕ пулсан та, кĕпи пулсан та — пурийĕн те саплăк çине саплăк çӳрет. Изамб. Т. Йинке, саплăк сапла пĕлетне? Трхбл. Саплăкĕ пур, çĕвви çук. (Ула ĕне). ТММ. Пĕр кĕпенĕн хĕрĕх саплăк. (Мунча чулĕ). Б. 13. Мĕскĕн саплăк çине саплăк лартать. Пшкрт. Саплăк ларт, сделать деревянную заделку в отверстие доски.

саркалан

(-га-), расстилаться, распуститься, распластаться. Пазух. Хуралă чĕрçитти пулăттăм, çаксан, саркаланса тăрăттăм. N. † Арман чулĕ çĕкличчен, сарă чечек пулас мĕн, саркаланса ларас мĕн. Сред. Юм. Мĕн, саркаланса ларса, ху çиç ик çын вырне йышăнса ларан эс. Янтик. N. Икĕ ача, сарă ура, саркаланса ут çулать. Юрк. † Пирĕн аттенĕн сарă чăххи кашни ирсерен саркаланат. N. † Каччă алли тивнĕ пулсан, авкаланĕ хура çĕлен пек, каччă алли тивмен пулсан, саркаланĕ сарă-кайăк пек. Ала 99°. † Хорăнкасси арăмсем саркаланса йорлаççĕ. Юрк. Саркаланса вĕсем юрлаççĕ (кукушки). Я. Турх. Кĕтне шывĕ ман умра саркаланайса юхать; кашлатакан хумăшра ярăнайса пул(ă) вылять. Якейк. † Тăхлач корки сар корка, саркаланса ĕçер-хе (свободно, как хочется нам). N. † Сар утçăм килет саркаланса. N. Арăмĕ: упăшкам суккăр, курмас ку, тесе, хăйĕн тусне чĕнсе килсе, тем пек саркалана пуçларĕ, тет (думая, что муж слеп и не видит). Янтик. Мĕн саркаланса çӳрен çак эс, саркаланчăк (непоседа)! Пӳрте тăвăрлатăн. || Важничать. ППТ. Тата хăшĕ калăм кунĕ типĕ пулсан, çарамас çӳренĕ чухне хĕрлĕ кĕпепе саркаланса çӳреме: хĕрлĕ кĕпе илсе пар, тесе, аптăратаççĕ (надоедают просьбами). ЧС. Ăшă пулсан, урамра саркаланса çӳреме тесе, хĕрлĕ кĕпесем, картуссем, шăлаварсем илтереççĕ. Юрк. Саркаланма сарă тăлăп, ăна атте туса паман, ăна упăшкам туса панă. Янбулат. † Саркаланма мĕн лайăх, сарă тăлăп пит лайăх. || Ст. Шаймурз. † Лутра-ях та хĕрсем, сарă хĕрсем, саркаланат савни умĕнче.

сысна чулĕ

назв. камня. Н. Седяк. Сысна чулĕ — кăвак хăйăрлă чул.

сир

(сир), снимать; раздвигать. КС. Вăл капан çинчи улăма ма сирсе пăраххăрăр (сбросили, раздвинули). N. Кĕлет тӳпине сирчĕç те, мана вĕренпе çыхса кĕлете антарса ячĕç. Орау. Тимĕрпе витнĕ кĕлет çине çав кĕркуннехи çил пĕр енне пĕтĕмпех сирсе тавăрса пăрахрĕ, çапах та тимĕрĕ пăсăлман, хут пек анчах хутланса ӳкнĕ (согнулось, упало). Чуратч. Б. Ку упăтесем пӳрт маччине сиреç те, Яхуте çине пысăк арман чулĕ яраççĕ. Пир. Ял. Хресчен пӳрт лартас пулсан, аялти çеремне сирмесĕрех лартать. N. Вара пырăп та, ури вĕçĕнчи тумтирне сирсе выртăп. N. † Хăнтăр пур иккенне пĕлнĕ пулсан, пăрĕсене сирсе ĕçес мĕн. N. Мăйракипе сирсен (вар. шăйăрсан) — çул тăват, чĕрнипе пуссан — йĕр тăват. Шибач. Сир, раздвигать (хлеб на полу). Пшкрт. Йӳçсене сирсе токрăм. Сунч. Вĕлтĕрен тăрри сирекен. Изамб. Т. † Вăрман хĕрри тĕтрелĕ, тĕтрисене сирме çил пур. Туй. Вăл ултă уралă сĕтел çинче, пĕр пуçĕнче сирсе сирĕлми сим-пыл ларать. (Сирсе сирĕлми кăпăклă сăра, пенистое пиво). Нюш-к. Ывăсне сиртĕм те, алла хурана чиксе ятăм, тет. N. † Сирĕн кĕрекĕрсем çинче мĕн вылят? Сирсе сирĕлми пыл вылят. К.-Кушки. Чӳрече чаршавĕсене сир. Раззанавесь окно. || Отстранить. N. Халăха тупăкран кăшт сиресшĕн патша халăх хушшине ылттăнпа кĕмĕл пăрахма хушнă. Капк. Ах тур, усалла сир! тенĕ Якку шикленсе. N. Турă кăна сиртĕр ĕнтĕ ӳлĕмрен усал курма. (Из моленья). N. Турă, усалла сирех! Не дай бог! Т. VI. 35. Эсĕ хирти тырă-пулла сыхласă сир, çумăр вăхăтĕнче çумăр пар, сывлăм вăхăтĕнче сывлăм пар, çырлах. (Учук). || В перен. смысле. Чăв. й. пур, 9. Тепле айăплă çынна та, унăн айăпне сирме хĕтленнĕ. N. Кĕрӳшĕ салтака каймалла пек пулсан та, ун çинчен сирет (говорит, что не ему итти). N. Йĕркесĕр ĕçĕмсене ман çинчен сирсе ил.

сăпăрчăклан

стать похожим на тăпăрчă, сыворотку, творог. НИП. Çĕпре е çăмарта пăсăлма тытăнсан: сăпăрчăкланнă, теççĕ.

сĕм

(сэ̆м), темный. Ск. и пред. чув. 78. Вăрман тĕлне хуп-хурах сĕм пĕлĕтсем капланчĕç. || Дремучий. Чураль-к. Сĕм вăрманта çеклĕлĕх йывăç тупаймăн. (Ут хӳри). Сред Юм. Сĕм вăрман, большие непроходимые леса. Батыр. Тĕлĕкре сĕм вăрманра çӳресен, вăрçа кĕмелле пулат, теççĕ, типĕ япала курсан, ырлăха пулат, теççĕ. Такмак. Утмăл çухрăм сĕм вăрман урлă каçрăмăр. Трхбл. Сĕм вăрманта сĕт вĕрет. (Кăткă тĕми). Регули 896. Сĕм вăрман, сĕм ойпа тохрăмăр. || Совершенно. Регули 895. Сĕм пĕччен порнать. Ib. 877. Сĕм коçне кисе кăтартмарĕ. Ib. 898. Сĕм те пĕлмест. Кильд. Ăна никам та паллайман, вăл сĕм ют çын пулнă. СТИК. Сĕм тăварсăр, совершенно без соли. Изамб. Т. Сĕм пĕлми выртăть (когда крепко спит, или в бессознательном состоянии и пр.). Сĕт-к. Сĕм тĕттĕм, сĕм соккăр. N. Тăпри, шывĕ, чулĕ — пурте хутăшах пулна, йĕри-тавра сĕм тĕттĕм хупăрласа тăнă. Сред. Юм. Сĕм тĕттĕм, совершенно темно, ни зги не видно. N. Сĕм тĕттĕмре хăйсен йышĕсене хăйсем паллаймасăр пĕрне пĕри вĕлере пуçланă. СПВВ. БМ. Сĕм тĕттĕм, сĕн тĕттĕм, тьма. О сохр. здор. Хăшĕ-хăшĕ тата сĕм ватăличчен пурăнаççĕ. Хорачка. Так йорлаччă вăлсам сĕм пĕлми. Сред. Юм. Сĕм те пĕлмес. Ничего не знает. Шарбаш. Сĕм те пĕлмеç. Ничего не знает. Бгт. Сĕм куçсăр, совершенно слепой. (Хăрах куçсăр, кривой). N. Вăл пĕр çулталăк хушши сĕм куçсăр пулса пурăннă. Кан. Кун пек çĕленĕ куçпа пурниччен, ĕлĕкхи пекех сĕм куçсăр пурнам, тесе шухăшлатăп. Ала 92. Анчах унăн (у него) пĕр тăнĕ те пулман, сĕм ухмахах пулнă вăл. ЙФН. † Сĕм арăмсăр сĕм ухмах пак, туссăр йышсăр тунката пак. N. Сĕм ухмаха тухрĕ. Кан. Сĕм шур илнĕ куçлисене те тӳрлетейреççĕ-ши? Якейк. Сĕм хĕлле (тăр хĕлле) пирĕн пӳртре пурăнма япăх. N. Халĕ сĕм кĕркуннене çитрĕмĕр те, килтен те тухас килмест. Ск. и пред. чув. 5. Тухса кайрĕ сĕм çĕрле Акăр ялне хăнана. Сам. 29. Илемсĕр, сĕм тĕксĕм, салху пурнăçра этем тивĕçне те тытса тăрайман. || Самый (для выражения превосходной степени). Якейк. Вăрă пирĕн ялти сĕм лайăх лашая çаклатса карĕ. Собр. Сĕм çук çыннăн та (у самого бедного), вилсессĕн, ним юлмасан, катăк пурттипе, катăк çĕççи юлнă, теççĕ. (Послов.). Собр. Пирĕн пичче сĕм пуян та укçи пур. О сохр. здор. Сĕм ватăличченех, до самой глубокой старости. N. Сĕм авал эпĕр пурнакан Раççей вырăнĕнче те вĕçĕмсĕр тинĕс шавласа выртнă. К.-Кушки. Сĕм хура, чисто черный. Буин. Сĕм хура, полный мрака. ТХКА 48. Çапла пĕрре сĕм тĕттĕм пулсан, вăрмана лашасем яма тухса карĕ пирĕн атте. Ib. 49. Пӳртрен тухрамăр. Сĕм тĕттĕм. N. Эпĕ сĕм ухмах мар.

çамка

(с'амга), лоб. N. † Хĕреслĕ тенкĕ — кив тенкĕ, çакăр тухья çамкине; хĕр курассăр килсессĕн, тухăр аслă урама. N. † Çырмасăр шур хут хуралмас, çамкасене çырни çухалмас. Ст. Ганьк. † Атте-аннере ӳпке мар, турă çырни çамкара. Я не сержусь на родителей, ибо так суждено. Рекеев 5. Çамкана çырнинчен иртме çук. („Суженого конем не объедешь“. Послов.). ЧП. Çамкана çырни çухалмĕ. || „Фронтон“. Синерь. Çав пӳрт çамкинче пĕр кайăк ларать, тет. || Склон (горы). Альш. Лере, сăрт çамки çинче, Пушчă ларни курăнат. Утăм. Çара çамка ту айĕнче савса ларать Хăмăшлăх ялĕ. || Мыс? Алекс. Нев. „çăхан чулĕ“ тиекен çамкара.

çапăн

(с'абы̆н, Пшкрт: с'аβы̆н), удариться, получить удар, ушибиться. ТХКА 51. Пите-куçа туратсем çапăнаççĕ. Çĕнтерчĕ 35. Çапăнса кайса сывлăшсăр пулса хăрлатса выртать. Коракыш. Çав тукмакки (колотушка) текех çилпе сулланса çапăнса тăнă. Çутт. 157. Йĕптăррисем: ай, ай, ай! тесе, ăçта çитнĕ унта çапăнса каяççĕ. Сĕт-к. † Вăрман виттĕр тохнă чох, çӳçе шулчи çапăнчĕ. Çӳçе шулчи полман мĕн, тăван сомах(х’) полнă мĕн. N. Каç лапка çинче çывăрнă чухне усал тĕлĕк курса хăранипе, çӳлтен персе анса, лаххана çапăнса, пуçне çĕмĕрнĕ. К.-Кушки. Ну, çаврăнса çапăнтăм та эпĕ виçĕмкун! Пĕçĕ халь те ыратса тăрат-ха. Пĕççе пĕтĕмĕшпех ыраттартăм. Ну и хряснулся же я третьего дня! До сих пор бедро болит. Все бедро отшиб. Пшкрт: с'аβы̆наҕан с'ын (падучая болезнь) таβаланат, таβаланат, ты̆рат та чирэрэк полат вара. || Стукнуться. Якейк. Хĕр-ача, арçын-ачая çорăм хыçĕнче йăтса пынă чох, арçын-ачин алли вĕçернсе кайнă та, çĕре пуçĕпе çапăннă. Девочка несла мальчика на корточках; руки у него оборвались и он стукнулся головою о землю. || Налетать, натыкаться. Цив. Çакăскер, ӳсĕр майĕпе лашине тытас тесе пырсан, лаши çумнех пырса çапăнчĕ. Коракыш. Кашкăрсем хăранипе йăвăçсемпе çапăна-çапăна тарчĕç, тет. || Прикасаться, задевать. Магн. М. 184. Виле туй çынна çапăнмантан, т. е. чтобы свадебный поезд мертвых не прикоснулся к живым... || Приставать. Альш. Вĕсем çынна çапăнсан, усал тăваççĕ. Ача-пăчана, пысăк çынна та çапăнат (т. е. иесем). || Шататься, шляться, заходить. В. Олг. Ста çапăнса çӳресе? Где шатался? Сред. Юм. Мĕн çапăнса çӳрен çак эс пôр çĕрте те, ниçта вырăн топмасăр? Ib. Çав килсе çапăнмас тем-ха паян, пӳрт орайне тасарах тытас. Çĕнтерчĕ 2З. Мĕншĕн килсе çапăннă вара кунта Илякка? Полтава 1ЗЗ. Украйнăри юр ăсти яла кĕрсе çапăнсан. || Утираться. Кан. Пырать те „алшăлли“ çине çапăнать. || Париться в бане. N. Марья мулча хутнă. Ашшĕ мулча кĕнĕ те, вĕри çапăнайман. Вара вăл Марйине: мулчине ыррăн чулĕ хĕрмелĕх хутман, тенĕ. ТХКА 24. Чăвашĕ хăй çăка милкĕпе, икĕ милкĕпе: ах, ах, ах-хах-хах, çăка çулçин мыскари, чĕке-тăвăн тункати; хури-мари сакайне, лăппи-лаппи тапкайне; çăка мунча шерпетне, икĕ алтăр ăшшине, ӳте-пĕве канлĕхне, çăтăл-çăтăл çăтăлăк, çăка çулçи мыскари, хурăн милки сиплĕхĕ; ах-ах, ах-хах-хах! тесе ӳпне-питне çаврăна-çаврăна лапка çинче çапăнать. || Печататься. Кан. Пирĕн 37-рен 4 листа ытларах çеç çапăннă.

çеçке

(с’зс’кэ), цветок растения. СПВВ. КЕ. Çырла авăрисен, çырла пуласси çурăлсан, шап-шар чечек пулат, çавна çеçке теççĕ. Орау. Çеçкене кайсан, çеçкере савăнтар (пчел). N. Сатра çеçкесем çурăлчĕç. N. Çеçке хĕрри тăрринче. Микушк. Йĕтĕн çеçки, цвет льна. Тиханьк. Йитĕн кăвак çеçкея ларчĕ (лен зацвел). См. омма çеçки. П. Федотов. Пирĕн çуни çунатлă, çунат айипе çил вĕрет çеçке пек хĕрсенĕн кăмăльшĕн. С И. Иванов. Ултă уралă хуртшăн турра кĕлтăватăп, çеçке вăхăтĕнче çеçкерен çеçке çӳремешкĕн лайăх кун-çул пар. Çутт. 144. Чечек çеçкисем юр пĕрчисем пек вĕлкĕшсе вĕçсе анчĕç. Чертаг. † Сарă çеçкене ларнă хăяр тытăнать... Якейк. Хăяр пирн сар çеçкея тахçанах ларса. Ib. Кăçал хăяр çеçки лайăх та, хăяр та нумай. Орау. Хăяр сар çеçкенĕ ларнă (= чечеке ларнă, зацвел). Ib. Хăяр çеçке çулчи сарăхнă (кушăрканă, стали шероховаты). ЧП. Аслă çулăн икĕ аякки сар çеçке. Кĕвĕсем. Çĕмĕрт çеçки хăвана явăнать. Ib. Çĕмĕрт çеçки çурăлать те, çĕмĕрт çеçки çурăлать, вăрман витĕр курăнать. Сала Ib. Ĕнтĕ çил çаврăнат, çил çаврăнат, çĕмĕрт çеçки çӳçене явăнат. Ала 105. Чĕн пушипа çĕре çапрăм, çĕр мана çеçке пачĕ, çеçкине вочаха хотăм: пот! терĕ, çат! терĕ. Абыз. Уй-уй урлă каçрăмăр, урпа çеçки çутипе. N. † Шап-шурă иккен çырла çеçкисем. Пазух. Çырла çеçке çурсассăн, килет парлак илемĕ. Альш. † Хĕрлĕ-хĕрлĕ пĕрлĕхен: çеçки витĕр курăнать. || Листья ягоды. N. † Çырли çĕре тивмерĕ, çеçки çĕре тивейчĕ. || Ботва, зелень корневых растений. Т. II. Загадки. Мучийĕ аялта, сухалĕ тулта. (Кăшман çеçки). В. Олг. Паранкă çеçки, побеги и ботва (то же и у огурцов). КС. Кишĕр çеçки, хăяр çеçки, улма çеçки (вся зелень картофеля). Çарăк çеçки, зелень репы. Ib. Çеçкене кайнă, (картофель) пошел в литвинью (отрицательное качество). Ib. Кăçал улман çеçки ытла вăйлă, çампа улми сахал. Сĕт-к. Омма çеçки, стебель картофеля с листьями. Завражн. Олма çеçки, росток, ростки картофеля. Абыз. † Пахчи-пахчи çĕр-улми, сысна çияс сасси пур, çийин-çийин çийи-ке, пире валли çеçки пур. Кан. Пĕр çеçкерен З—4 улма анчах тухать. Сятра: параҥгы̆ с’эс’кэ jарза лардат (или: шы̆дат). N. Улма çеçки, литвинья. Н. Седяк. Çеçкесĕр çарăк, хӳресĕр карăк. (Арман чулĕ). || В перен. см. СПВВ. ЕС. Çеçке = пит илемлĕ, тăваткăл питлĕ-куçлă çын. N. Хывнă чухне акă çапла каласа хываççĕ: эй тăванăм, çеçкем, хăçан курăшăпăр, хăçан пĕрле палашăпăр, хăçан калаçăпăр. || Яз. имя женщ. Рысайк. || Фамильное прозвище мужч. Козыльяр.

çиçĕм чолă

блестящий камень в роде пластинки, хрупкий. Начерт. Çиçĕм чолĕ, „громовая стрела“ См. аçа чулĕ.

çăвар

(с’ы̆вар), рот. N. Ĕçмесĕр тӳсмелли çук пулсан, çăвара сахăр е тăвар шывĕ ĕçмелле. Орау. Çăвартах çĕртсе антарса ярать. Ib. Тăрантăм лайăх, çăвартан курнакан та пулчи тен (наелся до-отвала). Ib. Çăвартан курначченех ĕçсе çирĕм. Я наелся и насытился до-отвала (по-горло). Ib. Çăварта юн тути калать. Во рту чувствуется вкус крови. Ib. Мур ачипчи, кӳпсе пĕтешшĕсем, кун-каçа çăварсене хупмаççĕ (макăраççĕ). Ib. Çăвар чӳхеме каяп. Ib. Эп паян çăвара пĕртте чӳхемен-ха. Ib. Ĕлĕк ваттисем, кĕçĕн çăварни иртсен: паян эпĕр çăвар анчах чӳхетпĕр, тесе ĕçетчĕç, тет. Ст. Чек. Мĕн унта — çăварна курак сысашшĕ — ăнран кайса пăхса тăран! Что ты там зазевался! Ib. Калаçакан çăварне карта тытман. (Послов.). Юрк. Ку та тыттарна черккине, мунча чулĕ çине çапнă пек, çăварне ывăта парать. Имен. Çав ĕçкĕре эп те полтăм, сăра, пыл ĕçрĕм: сохал тăрăх йохрĕ, çăвара кĕмерĕ. Скотолеч. 26. Кантăр çăвĕ ĕçтерсен те анса каймасан, ларнă япалине çăваралла кăларма тăрăшас пулать. Трхбл. Вĕсен çăварĕсем пиçчĕр халĕ. Ib. Ах турă, çăварĕ хăлха таран! N. Сирĕн аçу-апу мана питĕ лайăх ĕçтерчĕç-çитарчĕç: халь те çăварта. Сред. Юм. Çерçи çăмартине çăварта хыпса çӳрет, ай, çăварта ванса каймаччĕ (çăварта ванса кайтăрччĕ, тени пôлать). Якейк. Çăвар типсе ларч (от жары). Ib. Ман Йăван çăккăр çăвартан та татмаçть. Ib. Ма-ка эсĕр мана çăвартан та прахмастăр (говорите постоянно обо мне). Ib. Санпа калаçса çăвар пылакне ярас килмест ман. КС. Çăварпа çапса çĕмĕрĕп. ТММ. Çăварна килсе кĕрессе кĕтетнем? N. Çăварна хуп, замолчи. N. Çăвар вĕççĕн калакан халап. ЧС. Кăшкăра-кăшкăра манăн çăвар та типрĕ (высохло во рту). СПВВ. Пурте пĕр çăвара сурас пулать. (Поговорка, выражающая согласие, единодушие). Собр. Арлă-арăмăн пĕр çăварпа сурас пулать, теççĕ. Б. 1З. Халăх çăварĕ хапха, теççĕ. N. Халăх çăварне кĕрсен, пулать. О чем говорит народ, то сбудется. (Послов.). Питушк. Çăвартан тохсан, хапхаран тохать. (Послов.). Изамб. Т. Çини нумай пулмас-ха (не давно ел), çăвартан пăхсан курăнат (т. е. будто пищу видно из глотки). Сыт по-горло. N. † Çăварĕ вылят, куçĕ курат — епле матур хĕрсем пур. || Глоток. Кан. Кăсинчен (= кăсйинчен) пирусне кăларса чĕртрĕ те, пĕр-икĕ çăвар тĕтĕме пăл-л! пăл! кăларнă хыççăн урăх халапа куçрĕ. Ib. Кашни паломмия ик çăвара кӳртет. Он каждое яблоко сьедает в два приема. Якейк. Прик-виç çăвар çăккăр çыртрăм. Ib. Виç çăвар шу ĕçрĕм. N, Икĕ-виçĕ кон пĕр çăвар çăкăрсăр нăмай порăннă. Орау. Çăмартасене хытă пĕçерес, пĕрер çăвар тумалла пулччăр. БАБ. Çыннисем (собравшиеся при этом) пĕр курка сăра та ĕçмеççĕ, пĕр çăвар çимĕç те çыртмаççĕ. N. Эсĕ килтен пĕçерсе янисене пĕр çăвар та çисе пăхман. N. Виçĕ çăвар, то же, что тат. ӧч кабым. || Рот, т. е. едок, N. Килте ĕç çук, çăвар нумай, тăрантаракан никам та çук, теççĕ. || Отверстие у некоторых предметов. Ст. Чек. Кушук çăварĕ — противоположно кушук тĕпĕ. С. Тим. Кăмака çăвар умне сĕтел лартса, ун çине минтер хураççĕ. ССО. Вара патша ача ашшĕсене (отцов юношей) янă та, хăйĕн тарçисене шăтăк çăварне чул кайса купалама хушнă. N. Шăтăкăн çăварĕ хупăнса тăнă. N. Вăл шăтăк çăварне пысăк чулсем йăвантарса хурăр. N. Хутаçăн çăварĕ пысăк. Н. Сунар. Тилĕ Иван тарçа каланă: эсĕ михĕ çăварне (отверстие мешка) епле çыхрăн? Альш. Çав патаккисене пуç-чиккĕн тытса пынипе леш сĕрекийĕн çăварĕ карăнат та, унта пулăсем кĕрсе пыраççĕ. N. Пĕр тĕле чарăнчĕ, пичĕке çăварĕ аяккинелле пулчĕ. В. Ив. Кашни ама чечекин тĕпĕнче пĕчĕкçеççĕ тĕвĕ пур, тĕвĕ тăрринче çунатланса тăракан çăвар пур. || Употребляется переносно и в др, оборотах. N. Урам тăрăх чупса çӳресе çăвара мĕн килнĕ (quic quid venit in buccam), çавна калаттăр (говорили). Орау. Кам ачи-ши ку, çăварĕнче пĕр тутлă сăмах та çук (все говорит глупости). СТИК. Çаварĕнчи сăмахне те калаймаст. (Гов. про человека стесняющего, про мямлю). Ск. и пред. чув, 75. Пор вырăна пуçтарăнсан, ун çăварĕпе пуплеççĕ. Кама 19. Иллене çапла кала.. Çăварĕ çӳлте-ха унăн. Никама та парăнасшăн мар. N. Виç çул асапланса лартнă вите ахалех Ваççа çăварне кĕрсе ӳкрĕ (досталось легко Василию). КС. Пĕр çăвартан çиса пурăнаççĕ вăсам, т. е. живут очень дружно. N. Пĕр çăвартан пурăнаççĕ усем (дружно, согласно, о супругах и др.). || Горлан. (Так называют одного человека, который в праздники напивается и все время поет). Сред. Юм.

çăкăрлă тăварлă

имеющий „хлеб-соль“, угощение. N. Çăкăрлă-тăварлă пул, пур ĕçсене те вахăтра туса пыр. ЧС. Ĕлĕк аслă-аçусем, аслă-аннусем киреметсене тем чулĕ пуççапса пурăннă, çителĕклĕ çăкăрлă-тăварлă пулайман.

çĕлĕк

(с’э̆л’э̆к, с’э̆л’э̆к’), шапка. В др. гов. ĕçлĕк, калпак. П. Пинер. † Пĕлтсем юхат, пĕлĕтсем юхат, пирĕн пуçри çавра çĕлĕк пек. С. Айб. Старик мана: кайса ил çĕлĕке, тет. Эпĕ: çĕлĕкӳ пулсан, кайса ил, тетĕп. Собр. Ваттисен сăмахне çĕлĕке пуç айне хурса итлеме каланă, теççĕ. (Послов.). Юрк. Пуçне ĕлĕк чухне тил çĕлĕк тăхăнтарнă, халĕ ĕнтĕ тил çĕлĕк вырăнне тӳнтерле çĕлĕк тăхăнтараççĕ. Ib. Тимĕрçен чăвашĕ чиркӳре, кĕлĕ вăхăтĕнче, çĕлĕкпе тăра парат. Тепри, унпа юнашар тăраканни, ку çапла чиркӳре çĕлĕкпе тăнине курсан: Василий Иванович, эсĕ мĕншĕн чиркӳре çĕлĕк тăханса тăратăн? тесе ыйтат. ЧС. Ăста кирлĕ унта çĕлĕк пек (с шапку) вутла хĕмсем пыра-пыра ӳкеççĕ (во время пожара). N. Пуç çурăлсан — çĕлĕкре, ал хуçăлсан — алсара. (Послов.) Ст. Чек. Вăл пĕр çĕлĕк пек кăна исе килчĕ. N. Как только чӳкне кĕл тăваканни: çырлах, тесе, çĕлĕкне хурса пуççапсан, пĕтĕм çын ӳксе пуççапать. Букв. Пĕр çĕлĕкĕн хĕрĕх саплăк. (Мунча чулĕ). Чертаг. Çĕлĕк, островерхая старинная шапка, уже вышедшая из моды (нынешние шапки зовутся калпак). || Венчальный венец. Максимк. || Хохол. Изамб. Т. || Шишак. Шел. 24. Пуçри чухăн (чугунную) çĕлĕкне васканипе Пӳлере хире, манса хăварчĕ.

çĕпре

(с’э̆прэ, в Тюрл. с’ӧ̆прэ), дрожжи. К.-Кушки. † Тути çăварĕ юнĕ çук, çĕпре кăкшăм çăварĕ пек. || Гуща, осадок, остающийся на дне. N. Тĕпĕнче çĕпри анчах юлнă (о „яшка“: яшкан çăри йăлтах тĕпне анса ларнă, т. е. на дне осталась гуща, осадок). || Так называют сопливого. Сред. Юм. Çĕпре.

çĕпре амăш

булыжник (камень). Зап. ВНО. Чертаг. Çĕпре амăш, назв. камня, по цвету похожего на дрожжи и очень твердого. То же и в Якейк. КС. Çĕпре амăш, серый камень для высекания огня. Икково. Çĕпре амăш, мелкие валуны, галька. Баймашк. Çĕпре амăш, „кремень“.

çĕпре тăрри

çĕпре тăри, остаток пива в бочке. ЙФН. Ытах типсе вилесрен (чтобы они от жажды не умерли), çĕпре тăрри парса хăвартăмăр (= çĕпререн тăрăлнă шыв). Актай. Ах, мохмăр, вилес полат! Çĕпре тăри пор-и? Кан. Мухмăрла çынна çĕпре тăрри шăварнă пек.

çĕпре чоль

желтый камень, заменяющий кремень. Пожар-б. См. çĕпре амăш.

çĕпре шывĕ

çĕпре шыв, вода с дрожжами. Тюрл. Анне вара çĕпре шыв турĕ те, сурăхсене ĕçтерчĕ.

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), земля. Юрк. Тетене салтака хырсассăн (когда забрили в солдаты), эпĕ çĕрпе таппа-тан юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Актай. Каçар пĕвĕм, чĕрĕ çĕр аннем (мать земли), пирĕн чуна кайма инçе, çĕклеме йывăр. Юрк. Çĕр витĕр тухнă этемсем, выльăх(сем?). Сред. Юм. Пĕрмай çăмăр çăвах тăрсан, çĕр хăпарать (почва разрыхляется), теççĕ. N. Çĕр сăхать. N. Çак çĕр çинче хам ятлă ята ямастăп (не дам себя в обиду. Шишкин. † Орай шăлма тăнă та, çĕртен сӳле(л)ле ӳкрĕ те вилчĕ (жена моя. Шутка). Ала 14. Унăн тураттисем çĕртенех (до земли) пулнă тет. Ib. 62. † Пирĕн тăванăн çурт хулăм, çĕрне тая лара-çке. (Свад. п.). N. Çĕр айĕнчен тухакан вырăнта (хуралра) тăратпăр (в туннеле). N. Унта каяччен, çĕр айне кайсан луччĕ пулĕччĕ ман шукăшпа. Орау. Çавăншăн халăх ылханса: Макар ывăлĕсем çĕрех пулччăр! тесе, ылханнă, тет. Сунт. Пăрахсах кайрăм-ши сана, мĕн пĕчĕкрен сан çинче суха-пуçпе чакаланса ӳснĕ хура çĕрĕм? Орау. Çынни сăмахĕпе çĕр айнех антарса ярать (т. е. от его слов готов провалиться сквозь землю). ЧП. Çĕрĕсем çурăлчĕç, йăп тухрĕ. Истор. Вилнĕ çынсене пуçтарса, кĕл-туса çĕре чикнĕ. О сохр. здор. Çĕре чавса тунă пӳрт (землянка; далее о том же: „çĕре авăтса тунă пӳрт“). N. Ун (урхамахăн) пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест. К.-Кушки. Йывăç мĕлки çĕр çине (на землю) ӳкнĕ. Ib. Сысна çĕр çинче выртат. Ib. Çĕр çине лар (на землю). Ib. Çĕре лар (на пол). Расск. 1З. Хуйхăра-хуйхăрах ачам патне çĕр айне кĕрсе выртăп ĕнтĕ! тесе, пĕрмай йĕнĕ вăл. Янтик. Çынна ылханнă чухне çапла калаççĕ: ешлĕ çĕре хураттăр, тикĕс çĕре тĕметтĕр (пусть образует холмик; пожелание смерти). КС. Амаль пулсан (если бы была возможность), çантах çĕре анса кайăттăм (провалился бы сквозь землю. Гов. сильно застыдившийся или опозоренный) Собр. Чи малтан, юр кайса пĕтсессĕн, çĕре е алăпа, е патакпа çапсан, турă çиленет, теççĕ. (Поверье). АПП. † Эпĕр макратпăр, кӳл тăватпăр, тăшманĕсем кĕпе çăваççĕ; кĕписем шурă кĕпе мĕн, çав кĕпепе çĕре кĕтĕр-и? Чăв. й. пур. 2З°. Çынна кӳрентерни çĕре ӳкмест. (Изречение). N. Ашшĕ-амăшне, ырă тăванĕсене хисеплеменшĕн çĕр çăттăр! (Гов. мать о дурном сыне и его жене). Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çивиттине симĕс-кăвак-палан виттертĕм. Ib. Çĕр çôмĕнчен шуса çӳрет. (Пĕчик лôтра çынна калаççĕ). Тогач. Карчăка çавăнтах çĕр çăтса антарса ячĕ (проглотила земля), тит. Йӳç. такăнт. 40. Ах, турă, Кĕркури, çĕр çăттăрах çана! Орау. Çĕр çăтнă, турран кĕлешшĕ (брань). N. И, çĕр çăтасскер! Магн. М. 190. Çичĕ çĕр ними. Ib. Çĕр çăтни. Хурамал. Çĕр çăтманă пуçна! (Брань; заметьте конечное „ă“). Изамб. Т. Çĕр çăтманă (брань). N. Приккашчĕкĕ мишер, питĕ йĕрĕскер хăй, çынсем сисеймен вăхăтсенче, сехетĕн стрелкине кăшт анчах тĕртет, çур сехет сут тăвассине „çĕр çăтат“ те.. Н. Карм. Çĕр кулли пулман, или: çĕр кулли пултăр! (Ругань). Ib. Çĕр çăттăр! || Земля как вещество, почва. N. Çĕр каллех типсе карĕ. N. Çĕре каллех типĕтсе ячĕ (стало совсем сухо). N. Çĕр айне пусар? Ачач 8З. Пуçĕпе шăмарса анчах тăрать ав, урипе çĕр чавса сирпĕтет. Ib. Тôрра асăнса çĕр çыртре (божился). N. Ĕненместĕп, çĕр çыртам! (Также: чирĕк хĕресне пăхап!). СТИК. Çапăп та, çĕр çырттарăп! (Говорит, угрожая сильным ударом). Çапăп та, çĕр çыртăн! (То же самое). Календ. 1906. Тинĕс шывĕ пĕрмай çĕре çиет (размывает). N. Ман ура айĕнчи çĕр кăтăлса кайрĕ те (обрушилась), эпĕ шыва кая патăм (упал). || Земля как планета, tellus. СТИК. Çĕр тăватă кĕтеслĕ, таçта инçе кайсан, вăл çыран пек анса каят, тет. Çĕрĕн хĕррине халиччен никам та çитсе курман, тет; унта сĕм-тĕттĕм, хăрушă çыран таçта çити çĕрĕн тĕпне анса каят, тет. Çĕре темиçе пуçлă çĕлен тĕревлесе тытса тăрат, тет. Сред. Юм. Çĕр вăкăр çинче тăрат (теççĕ. Поверье). Т. VI, З. Çĕре ӳксе пăсăлнă йĕркене кĕл-тулалли. Н. Изамб. † Ĕнтĕ çĕр çаврăнат, çĕр çаврăнать, ман пуçăмри çаврака çĕлĕк пек. (Песня нов. происх.?). Сред. Юм. Ах тôр, ôн чĕлхине тӳсесси! Пĕр вăрçма пуçласан, çĕр çинче каламанни хăвармас пôль. N. Çĕр çинче каламан юмах хăвармарĕ (всячески изругала). || Суша. N. Валала çĕр çинелле утнă (пошла на берег, на сушу, будучи изрыгнута рыбою). Б. Яныши. Вăл (лисица) çинче шăтак тупрĕ, тет те, пулăсене пĕрерĕн-пĕрерĕн çĕрелле пăрахма тапратрĕ, тет. || Участок земли, владение. Т. VI. Ют çĕртен çĕр илсен, телей каять те, тырă пулмас, теççĕ. Бгтр. Пĕр татăк çĕр. N. Орина çĕр валеççĕр. Ытла усал çĕрех кĕмен. N. Саншĕн çĕр панче хам исе çӳрерĕм (при дележе?). Истор. Вăл та, ашшĕ пекех, хăй çĕрне ӳстересшĕн тăрăшнă. Ск. и пред. чув. 50. Кам вăрман çĕрне парать таптама ахалех сире, çĕрĕк çăпата? N. Аçу пурана çĕр валеçмесăр сутасшăн мар: çĕр ахалех каят, тет. Изамб. Т. Анчах усен вырăнне тутарсем çĕрне анчах хăварнă (нимĕн те хăварман). Кан. Хресченсен çĕр те питĕ сахал пулнă, çавăнпа начар пурăнăçпа пурăннă. ТХКА 67. Пилĕк ялăн çĕр пĕрле пулнă пирĕн ĕлĕк. Альш. Çĕлен Ивана калат: çап мана малтан, тет. Иван калат: ху çĕрĕнте малтан ху çап, тет. || Местность. Бгтр. † Шупашкар çĕрне каяс тесе, крымски çĕлĕк илсе тăхăнтăм. Çĕрпӳ çĕрне каяс тесе, сарă кĕрĕк çĕлетсе тăхăнтăм. Юрк. † Патшанăн аслă кӳлĕ (озеро) тăвăр пулĕ, пире çырнă çĕрсем тăвăр пулмĕ. || Место. Пухтел. Кунта ĕнтĕ савăт-сапа çума та, шывсем тыткалама та çĕр çук. Чаду-к. Кусем: майри пĕр çĕреле, кайрĕ, тет, а ывăлĕсем тепĕр çĕреле саланса пĕтрĕç, тет. N. Унта сана ик çĕрелле ĕçлеме май пулать-и, çук-и? N. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, пĕр çĕре пуласси инçе мар. Яргуньк. Икĕш (оба) ик çĕрелле вăрман çĕмĕрсе анчах тарчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 2З. Анчах халĕ, улахсене пит нумай çĕрте çĕтсе, анасем тунă. N. Эпĕр (я с ним) пĕр çĕртерехрех (почти в одном месте) пурăнатпăр, хошши 25 чалăш анчах. N. Пирĕн ĕнтĕ çитмен çĕрĕмĕр юлмарĕ (мы везде побывали). Çутт. 153. Тикĕчĕ, хăвах пĕлен, урапа сĕрнĕ çĕре каять (уходит на подмазывание телеги). Никит. † Сырăнас çĕре сырăнимарăм (не пришлось повязать сорбан), кайнă çĕре кайимарăм. Сунар. Вăл хăйĕн вутти патне (к дровам) çитнĕ çĕре сĕм-тĕттĕм пулнă. Когда он подьехал к своим дровам, то уже было совсем темно. Кан. Виçĕ ялăн повесткисене пĕр çĕре манса хăварнă. N. Эпир килекен çĕрте. N. Пурин валли те яшка пĕр çĕре пĕçереççĕ. N. Вăл вĕсене нумайччен вăрман тăрăх çавăрса çӳренĕ, вара кайран ĕмĕрне çын пырса кĕмен çĕре илсе пынă. Орау. Кĕпе чӳхеме кайнă çĕртен таçта çухалнă, тет. Пошла полоскать белье и куда-то пропала. N. Киле тавăрăннă чухне вĕсем хирпе тӳрем çĕртен (по ровному месту) иртсе пынă. Альш. † Тапнă çĕртен (где топнете) тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтăр. (Хĕр йĕрри). Ib. Сурăх шăммисене епле те пулсан çын пыман çĕререх (где реже ходит народ) кайса тăкма тăрăш. (Ача ячĕ хуни). БАБ. Хай кунăн çак тукатмăша пытарнă çĕререхрен (близко к могиле) иртсе каймала, тет. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Почти везде стоит вода. Урож. год. Нумай çĕре çитиччен, кунта лашине кӳртсе (= кӳртрĕмĕр); лаши кунĕ, хăй çӳрен. БАБ. Ку, тесе калат, тет, хăй: çиллентернĕ çĕр пурччĕ, эпĕ ăна хам вилмен пулсан та, туш (тоже) пĕтернĕ пулăттăм. Альш. † Уйрăм-уйрăм çуралса, пĕрле ӳссе, уйăрлмăттăм тенĕ çĕрсем пур. Кĕвĕсем. Хурăн-варта хура та чĕкеçсем пур. Ĕнтĕ çак тăвансемех, ай, килсессĕн, ĕмĕр манмăп тенĕ те çĕрсем пур. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем пур (боюсь как-бы не обидеть?). Регули 186. Выртнă çĕрте волатăп. Ib. 188. Эп чĕннĕ çĕре килчĕ. Ib. 190. Вăл ĕçленĕ çĕртен килчĕ. Ib. 191. Соха тунă çĕртен (соха туса) килтĕм. Ib. 192. Кăнчала арланă çĕрле выртат. Ib. 195. Вăл пол тытнă çĕртен килчĕ. Ib. 252. Эп эс пĕлмен çĕре кайрăм. Я пошел в незнакомое для тебя место. Ib. 253. Пĕлмен çĕрте илтĕм. Я купил в неизвестном для меня месте. Ib. 294. Вăл пире пол çок çĕре (вырăна) исе кайрĕ. Ib. Ку томтир ĕçленĕ çĕрте лайăх. Ib. 57. Пол тытмалли çĕрте (там, где ловят рыбу) кимĕ тăрать. Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути йăлтăртатнине курах каять. Ib. Пĕр çулхине чут-чут сысна вилсе каяс çĕртен çĕпре шыв ĕçтертĕмĕр те, чĕрĕлнĕччĕ. ЧС. Анне те хуйхăрнă çĕртен кулса ячĕ. И мама, хотя и была печальна, улыбнулась. N. Кам хăйне, хăй нимĕн те мар çĕртенех (не имея никакого основания), такам вырăнне хурать, вăл хăйне хăй улталать. ЧП. Пĕр юрламан çĕртен юрлатăп-çке. Я не пела, а теперь пою. Регули 274. Парас мар çĕртен патăм. Я не хотел давать, но дал. ЧС. Çав лашана эпĕ пит юрататтăм, мĕшĕн тесен вăл мана пур çĕртен те (во всех отношениях) аванччĕ. Чăв. й. пур. Вăсем çиленнĕ çынна та, хăй умĕнче пит аван, унпала йăпăлтатса калаçаççĕ. Нимĕнпе те çитес çук вăсен кăмăлне, хăй çук çĕрте вара (в его отсутствии) çавăн пек çынна çултен илсе çĕре чикеççĕ (всячески поносят) çĕре. N. Çитнĕ çĕрте пĕр, везде, куда нипопадешь. || В качестве послелогов. Регули 189. Вăл киле килнĕ çĕре апат пĕçерес. К его приходу (домой) надо сварить обед (пищу). Ib. 185. Çăвăрнă çĕрте поплет. Говорит во сне. Ib. 168. Вăл сăмах попленĕ çĕре вăл килчĕ. Ib. 668. Вăл хĕвĕл аннă çĕрелле кайрĕ. Он пошёл по направлению к западу Кан. Вĕсем сăмах панă çĕрте эпĕ те пултăм. Кан. Пилĕк тенки тумланнă çĕре каять (идет на одежду). Тăхăр тенки тăраннă çĕре каять (идет на питание). Якейк. Çăрккаç Мишка эпĕр апат çинă çĕре (когда мы обедали) пыч те, атисам куçĕнчех эп ĕнер олахра ачасампа вылляни (баловала, шалила) çинчен каласа пачĕ. Çантах çĕре анса кайăтăмч, анмала полсан. Юрк. Пĕре çапла, ку чей ĕçме ларсан, кăшт хай хуçи ун патне, чей ĕçме ларнă çĕре, пырса кĕрет. N. Каç пулса килнĕ çĕререх (к вечеру) пăртак чартăмăр (кровь). N. Килне таврăнсан, татах хываççĕ, унтан ĕçсе çиеççĕ. Вĕсем киле таврăннă çĕре (ко времени их возвращения) каç пулат. Вара çавăлтенех тепĕр çĕр пуçланса каят. N. Сӳресе пĕтернĕ çĕре каç пула пуçларĕ. К концу бороньбы стало вечереть. || Употребл. в чувашизмах. О сохр. здор. Вĕсем (пчела) мĕнле ĕçленине курсан, юратас мар çĕртен юратмалла вăсене (невольно полюбишь). Ачач 11. Икĕ çулхи хĕр ачине ыталаса, çывăрас килмен çĕртенех çывăрнă пек выртать. Бур. Пĕр юрламас çĕртен юрларăм çак тăвансем кăмăлĕшĕн. N. Урмак-маки ӳкем тенĕ çĕртен тепĕр йывăçран ярса тытрĕ, теть (чуть не упал, но..). Сунт. Ĕç çук çĕртенех ĕç туса çӳреççĕ. ГТТ. Лешĕ вилес çĕртен вырăс çемйине кĕнĕ. Изамб. Т. Ывăлĕ пилĕк-ултă çавăрăннă çĕре старик акса пĕтерчĕ. Б. Яныши. Унта çитсе, вурăн хатĕрлесе, апат çинĕ çĕре тĕттĕм пулчĕ. N. Çак уйăх пĕтнĕ çĕре (к концу этого месяца), вăл тавăрнмĕ-ши? N. Кĕлĕрен тухнă çĕре (к концу службы) аран-аран пырса çитрĕмĕр. Регули 122. Вăл килес çĕре еп килте полăп. К его приходу я буду дома. Бес. чув. 6. Киле таварăннă çĕре (к его возвращению) унăн ашшĕ вилсе кайнă. || Тема, theme. ГТТ. Çырмаллисем пайтах çĕрсем пур та. || Результат, конец. N. Тата эпир хамăр ĕçе çĕрне çитерейместĕпĕр. Четыре пути. Пуринчен ытла ĕçре вăя шеллес пулмасть, пурне те çĕрне çитерес пулать.

тикĕссĕр

неровный. Изамб. Т. † Тĕкме тăрри тикĕссĕр, сар-кайăксе ( = кайăксене) кăмăлсăр. Богдашк. † Чикмен тăрри тикĕссĕр, сар-кайăксем кăмăлсăр. Альш. † Мунча чулĕ тикĕссĕр, ăшши яма кăмăлсăр. ЧП. Тăваткăл пура пурарăм, Кĕтессисем тикĕссĕр. Пазух. Çӳлĕ-çулĕ пӳртсем пур, кĕтессисем тикĕссĕр. Лайăх-лайăх хĕрсем пур, кĕпе аркисем тикĕссĕр.

тăван-пĕтем

родня. ЙФВ. Хĕрсе хурăн çырли пиçнĕ чух, тăвантан-пĕтентен уйăрăлтăм. Тогач. Акăшĕ çавăн чухне пир тĕртет, тит: тур пул, ман тăван-пĕтен пулсан, пир хӳри çине ларса юрла, тесе макăрса калат, тит. Ib. Арман чулĕ тунă пурт çине ларса: ама-çури пусрĕ, тăван-пĕтен пуçтарчĕ, тесе йӳрлать, тит. Якейк. Т(ă)вана-пĕтене корасшăн, çич уй орлă хам каçрăм. ПВЧ 122. Тăван-пĕтене, ай, шыраса, тват уй урлă, ай, хам каçрăм.

тăран

(ты̆ран), наедаться досыта, насыщаться. Рак. Пĕр тăрансан, ача чулĕ те çиейместĕп, тесе каларĕ, тет, сĕтел хушшинчен тухсан, Микка арăмĕ. N. Пĕчĕк ача амăшин чĕччине ĕмсех тăранат. Изамб. Т. Ешке çисе те тăранмалла мар тутлă пулат. || Довольствоваться, кормиться, питаться. Изамб. Т. Акă хăш-хăш тĕлте улма пахчипех тăранса пурăнаççĕ. Сред. Юм. Çилпе тăранса порăнмас вит. Ветром не кормится ведь. || Юрк. Укçаран тăрана пĕлмерĕ. || Получать полное удовлетворенне. М. Сунч. Выляса тăран, наиграться. См. сулăн. Алших. † Çисе тăранайми çĕр-çырли курса тăранайми хамăр тăван. Юрк. Карташ шăлса тăраканни тутар, арăмĕпех пурăнат: вĕсемпе калаçса тăранаймастăп. N. Ярăнса (çӳресе, ишсе, вуласа) тăрантăр-и? Накатались ли вы? || Наглядеться (досыта). ЧП. Атте-анне пиртен тăранмасть. N. † Калаçса уйрăлми çичĕ ют, курса куç тăранми атте-анне. ЧП. Курса куç тăранми хамăр тăван. Образцы. Çуларăм пуçма, турарăм, куçăм тăранах курмарăм. N. Пирĕн тăван аякра, пĕрре курса куçăм тăранмарĕ. Ск. и пред. чув. 14. Унăн сăпатне амăшĕ пăхса тăранайман. N. Тăвантан тăван тăранни çук. || Быть довольным. N. Пуррипе тăранман çын (недовольный). || Получать жертвоприношения (о киреметях). Панклеи. Виçĕшне: Мăн киремете, Чĕне ту киремете, Поляртана пĕтĕм сорăм асăннă. Ыттисем ялăн-ялăн анчах тăранса порăннă. || Пресытиться. Изамб. Т. Эсĕ вăрçнине илтсе тăраннă ĕнтĕ (надоело). || Пропитаться, упитаться. Баран. 8. Çĕрĕ шывран тăранчĕ.

халтăрт

(халды̆рт), подр. глухому законченному стуку. Изамб. Т. Арман чулĕ халтăрт тăват. КС. Халтăрт, звук отрывистый, если камень неровный. Халтăртатать = обыкновенно звуки жернова. N. † Арман чулĕ халтăрт! тет. Мельничный жернов глухо стучит.

халтăртат

(халды̆рдат), шуметь, стучать. КС. Арман чулĕ халтăртатса авăрать. Якейк. Холтăрч халтăртатать. Альш. Халтăртатса кĕнине кураççĕ, тет те, кăна, лешсем вăкăр пуçне маччана ывăтаççĕ яраççĕ, тет. Ib. Хултăрчă халтăртатать. Сред. Юм. Пош ôрапа халтăртатать. Ib. Орапа хопĕ пит халтăртатать те, сăмах та илтĕнмес. || Дрожать, трястись. Шел. 144. Сивĕ тытнă евĕрлĕ халтăртатса тăратăп. || В перен. см. N. Кĕлечĕ пушах халтăртатса ларать (пустует). Сред. Юм. Кĕлет-хôралт халтăртатса ларать. Ib. Çине витмен çĕрсе ларакан хоралта: халтăртатса ларать, теççĕ.

хыптар

понуд. ф. от гл. хып. Вишн. 62. Вăл çăварне хыптарсан та çимест пулсан, ăна ирĕксĕрех çитерес пулмасть. Сборн. по мед. Ачана йăпатас тесе вĕсем ĕмкĕчĕ хыптараççĕ. Сред. Юм. Хыптарать: 1) в рот сует; 2) очень желает. Букв. Ун çăварне чĕлĕм хыптарнă. N. Çăварĕсене çăварлăх хыптарнă. Изамб. Т. Хыпчăкпалан шăрпăк хыптарса кăлараççĕ (из руки). КС. Хыптарса ил (çырттарса ил), взять щипцами. Кан. Халăх сахăрсăр, супăньсĕр тарăхса пурăннă вăхăтра, ку икĕ намăссăр хăйĕн çывăх çыннисене пăчĕ-пăчĕпе шур çăнăх, пуçĕпелен, чей-сахăр, арчипелен супань хыптарса пурăнчĕç. N. Тем тĕлĕк хыптарчĕ! Забыл (сделать дело). || ГТТ. Ачасем Сĕве хĕррине вăлта хыптарма кайрĕç (ловить рыбу на удочку). || Поджигать, зажигать, сжигать. Орау. Икĕ ухмах юлнă та, пĕрне пĕри хыптара хыптара çунтарса яраççĕ (поджигают). КС. 1919 çулта бандитсем пирĕн пӳрте хыптарса ячĕç (подожгли). Б. Хирлепы. Кукша тула тухрĕ те, пӳртне хыптарса ячĕ, тет. (Из сказки). N. Лампăчкăсене хыптарса кăларсах мĕн чулĕ укçа тухать-ши? (в кино). Сет-к. Ĕлĕк пире те хыптарса ячĕç (подожгли). Ib. Сорăхсам панче хăмăл хыптартăмăр анчах (жгли здорово). N. Ăшне вут хыптарнă пушă кăкшăм. Ст. Чек. Вут хыптарнă = чĕртнĕ. || Торопить. Собр. Малтан хыптаракан çын кайран тăранать. Сунчел. Хыптарат = васкатат. Сред. Юм. Час хăпар, çăкăр, тесе хыптараç те çонтараççĕ. (Говорят женщины после того, как они замесили тесто). || Подрезать. Ст. Чек. Ку Иван вилни ĕнтĕ мана хыптарчĕ (подрезала). || Замаять. СТИК. Уретник ĕнтĕ чыст хыптарче (замаял) мана, ĕретлĕ çăкăр та ларса çимен. || Вызывать жажду. КС. Мĕншĕн эсĕ шыв çук хирте ăшĕсене хыптарса çĕмĕренĕсене пăрахтартăн? N. Çимесĕр выçăхтармăп сире, ĕçмесĕр ăш хыптармăп. || Надоедать, надоедливо просить. См. йĕренки. Сред. Юм. Ачисем туя каясшĕн хыптараççĕ, ямаççĕ вит çавсене! || Бить. Бугульм. † Вуник вĕçлĕ чĕн пушăпа хыптарăпăр, çунтарăпăр. Т. II. Загадки. Пĕр лутра йĕкĕт пилĕкне туртса çыхнă, çĕлĕкне хуçса лартнă, хыптарать те çунтарать (жарит). (Мунчара милкĕпе çапăнни).

хурлăх

хорлăх, горе, печаль. ГФФ. † Саркаланма сар кĕрĕк, поçтарса çыхма симĕс пиççи; ят çĕклеме яштак пӳ, хорлăх корма çамрăк поç. (Авалхи юрă). Шуба желтой дубки на то, чтобы разгуливать вольготно, зеленый кушак на то, чтобы опрятно им подпоясаться. Моему стройному стану достались людские покоры, моей молодой голове — печаль и горе. (Из старой песни). Сам. 18. Ак халь урăх: иртрĕ хурлăх. ЧП. Ан хур, тăванçăм, пуçна хурлăха. || Обида, поношение, хула. N. Çын мăшкăлĕ, халăх хурлăхĕ пултăм. || Беда, несчастье, бедствие. N. Сунар. Ак тамаша, эпĕ сана çав тĕрлĕ пысăк хурлăхран (от беды) хăтартăм та, эсĕ мана çиесшĕн тата, тенĕ. Ib. Вăл ача пит ăслă пулнă, пĕчĕклех хурлăхне пĕтерме шухăшланă. Тяптяево. Курпун (конек - горбунок) каланă, тет: „Ан ил ăна (его, т. е. перо), илсен уншăн пит нумай хурлăх курăн“, тенĕ, тет. Баран. 15. Хурлăх кунсем килсе çитсен кама ӳксе пуççапрăн? Вир-ял. Ай аттеçĕм-аннеçĕм, мĕн хурлăхшĕн çуратнă-ши. Никит. † Алкум вĕçĕнче сăрлă юпа, мĕн хурлăхшĕн сăрланнă-ши. Ай аттесем-аннесем, мĕн хурлăхшĕн çуратнă-ши. (Солд. п.). Кан. Ачам-пăчамсемпе хурлăха ан хăвар. N. Хурлăх ятне çуралнă ывăлăр. Юрк. Çын хурлăхне тух (попасть в чужое бедственное положение. КС.). N. Тепĕр çул вăрçсан, питĕ хурлăх пулатĕ. || Гнет, страдание. ÇМ. Çут тĕнчере йăвăр хурлăх кам ытларах тӳснĕ? Ib. Ачаранпах хурлăх чулĕ мăйĕ çине çакнă. N. Кив мăшкăлран, хурлăхран ирĕклĕхе тухрăмăр. Я. У. Вăл çамрăк ĕмĕр пачĕ мана та халăха, çĕре çапçа антарчĕ, пытарчĕ хурлăха. || Мученье. Панклеи. Ĕлĕкреннех есрелĕ килменнипе хорлăх корса порнатпăр эпĕр, теççĕ. || Болезнь. Панклеи. Патша хĕр çичĕ çол хорлăх корса порнать, тем чол ăста чĕртме хăтланса, тем чол амал пĕтереççĕ те, çавах ним осă та полимасть. || Несчастный. С. Дув. † Хурлăханран хура çырла çок, пирĕн пек хурлăхлă çын та çук. || Трудно. КС. Вăл пӳлĕмре пит çырма хурлăх. Ib. Ĕçлеме хурлăх пулнă. N. Кунтан ĕçĕрнесси питĕ хурлăх. Хир-б. Çамрăкла тăна кĕмесен, ватăлçан тăна кĕме питĕ хурлăх. || Тяжело. Бес. чув. Ăна ку япала ытла йывăр пулнă. Ытла шел! Ытла та хурлăх, тенĕ Микулай хăй ăшĕнче.

хут

топить (печку, баню). N. Кăмакана вут хутни. Орау. Паян кăмакана хутса çунтартăн-и эсĕ? (истопил ли?). N. Хветли кантăр типĕтме мунча хутнă. Ашшĕ вăл мунчине хытă хутасран хăранă. Хветли ашшĕне каланă: эпĕ мунчине чулĕ хĕрмеллех хутман, тенĕ. N. Эпир пӳрте улăм (улăмпа) хутатпăр. Ромс 29. Вутă хутса çунтар, истопить печь. Орау. Кăмака хутса ятăм эп, те çунать, кайса пăх-ха. N. Ку таранччен пĕчик пӳрте вота хутман-ха. N. Эсир вут хутрăр-а паян? N. Эсир пӳртĕре мĕн (мĕнпе) хутатăр. Сборн. по медиц. Хĕлле е кĕркунне йывăр сывлăша туртса тăтăр тесе кăмакана хутах тăрас пулать. Изамб. Т. Кăмака хутса яраççĕ. Затопляют печку. Абыз. Хутса лартас, затопить. || Мочить (мочало, лен, коноплю). Изамб. Т. Шурă тăвас тесен шыва хутаççĕ (лен). N. Ку çырмана кантăр хутаççĕ. Якейк. Çапса пĕтерсен кантăра е йĕтĕне хотаççĕ. Ib. Эп паян ик солă кантăр, пĕр солă йĕтĕн хотрăм. Ib. Эс кантăр хăçан хотас тен? — Эп сус хотса кăларни эрне ытла уш. Ib. Эп сӳс хотса кăларнăранпа теминче кон та ирттĕр поль. Кан. Йĕтĕнпе кантăра хутмалла. Ib. Вăрăм Ухваниç Лăриванĕ ял хушшинчи пĕвене курăс хутнă. Б. Олг. Каран вара хотаччĕ кантăрне те, посине те, шура выртат виç эрне. Баран. 153. Çăка хуппине вĕсем шыва хутаççĕ. N. Кантăр хутма кайнă. N. Мунчала хутма кайнă. Поса кантăрне хотса кăларчĕç. Сред. Юм. Кантăра çапсан пăртак çемçелме шыва кайса пăрахнине — кантăр хутас теççĕ. || Ставить спряденные ннтки в золе в печку (белить нитки). Б. Яныши. Хора кораксем килсен, чăваш хĕрарăмсем часăрах çипсем хотса (пĕçерсе) пир тĕртме тытăнаççĕ.

хăйра чулĕ

точило. Альш. Вилес умĕн ку старик пĕр ывăлне хăйра чулĕ пиллесе хăварать, тет.

кочăлтан

колчедан. Эпир çур. çĕршыв. 19. Вăл çырмара кӳкĕрт чулĕ — «кочăлтан» пур.

кăлтăрт

(кы̆лды̆рт), подр. звуку неправильно поставленного жернова. СТИК. Арман чулне аван лартаймасан, вăл авăртнă чухне кăлтăрт, кăлтăрт! туса çавăрнат. Арман чулĕ пĕр хĕррипе хытă хырăнат, тепĕринпе кăшт кăна тивет, вара: кăлтăрт-кăлтăрт! тунă пек илтĕнет. (Выражает звук; производимый жерновом при неправильном верчении). Шорк. Çăнăх каткине урайĕнче кăлтăрт-кăлтăрт сиктерет. || Нюш-к. Кăлтăрт (кŏлдŏрт)-кăлтăрт! кăрăн-кăрăн! крик птицы кăрăпчак. См. кăрăк. || Тихо и без шума. Ст. Чек. Кăлтăрт туса пăрахнă (сделал что-н.) ерипе, ĕçе сас-чĕвĕсĕр туни. || Быстро, живо. Ст. Чек. Кăлтăрт кайса кил! Ib. Ав Ваççук — кăлтăрт кайса килчĕ. Ib. Кăлтăрт савăрса илчĕ.

кăлтăртăк

(кы̆лды̆рды̆к), подр. стуку жернова. Тай. † Арман чулĕ кăлтăртăк, пуян укçи шалтăртăк.

кăтăр

(кы̆ды̆р), подр. звуку от вращения нек. предметов. Орау. Йĕки (веретено) пĕтĕрсе янипе урайне çитрĕ (коснулось пола) те, кăтăрр! туса темĕнччен (очень долго) пĕтĕрĕнсе тăрать. КС. Кăтăрмач (волчек) кăтăрр! çавăрнать (у др. кăлтăрмач кăлтăрр çавăрнать). || Подр. скырканью жёрнова. Ск. и пред. 97. Кăтăр-кăтăр арман чулĕ чĕре çинче авăрать (частое и отрывистое скырканье, с частым стуком, когда нет мелева). || Подр. звуку при чесании головы ногтями (пятерней и пр.). Шорк. Кăтăр кăтăр пуçне хыçать. Б. Олг.: пуз'а хыз'ат кы̆ды̆рдатса; пус'н'э кы̆ды̆р, кы̆ды̆р! хыз'ат. || Подр. звуку, получающемуся, когда проведешь кирпичом по столу или натянутой горизонтально цепочкой по отвесной грани к.-л. предмета. Альш. Кирпĕчпе сĕтел тăрăх сăтăрса пынă чух кăтăр, кăтăр! туса пырат. КС. Пăчăрана хăскалчă çумне хурса туртсан, кăтăрр! тăвать (или: кăтăртатать). || Подр. звуку от гребущих граблей. Çутт. 73. Кăтăр-кăтăр кĕреплипе купаларăм пĕр çĕре. || Шибач. Кăтăр-кăтăр тăват (шелестит). Б. Олг. Пуç ликки, хыçсассăн, кăтăр (кŏдŏр), кăтăр, кăтăр! тăкăнат. || Подр. звуку, издаваемому курами? Юрк. Çула чăхăсем кашта çинче ларнă чухне кăтăр-кăтăр! туса ларсан, çул йывăр пулат. См. кăтăртаттар.

кăштăр

(кы̆шты̆р), подр. шороху, шуршанью. КС. Çурăк хăма пӳрт çинчен пăрахнă чухне, малтан кăштăр-р-р! туса шуса анатm. Б. Олг. Олăм ăшĕнче (вутă ăшĕнче) кăштăр-кăштăр... Савельев. Тĕмĕ хыçĕнче кăштăр-кăштăр! тутарчĕ. Шорк. Сĕтел çинчен (надо: çине?) тăлла татăкпе-и, хура мочалапа-и кăштăр, кăштăр! шăлать. Ст. Айб. Ир те кăштăр-кăштăр, каç та кăштăр-кăштăр. (Ура салтса сырни). Сунт. 1929, № 9. Хăлтăр-хăлтăртăк! тăвать çил арман йĕки. Кăштă-ăр-кăштă-ăр! çаврăнать арман чулĕ. ПВЧ. Кăштăр-кăштăр кăçатти, кăштах поçĕ поклакрах (носки туповаты). Эпир çур. çĕршыв 53. Кăштăр-кăштăр (потихоньку) малалла этем пурăнăçе чупать. || Все, целиком. Городище. Кăштăрах пуçтартăм. Я собрал всё (устаревшее выражение). КС. Кĕçĕр (в эту ночь) чăх чĕпписем кăштăрах вилсе выртнă (все перемерли).

тăхча

(тŏхча’), то же, что тăхçа(насека), арман чулĕ тăхмалли.

чашлат

шипеть, шуметь. N. Пĕр вăкăр хĕрĕх çĕртен чашлатать. (Мунча чулĕ çине ăшши пани). КС. Шыв вĕри чул çинче чашлатать (слабее: чăшлатать). Ib. Чашлатса тухать, вытекает с шипением, напр., зельтерская вода (пăчăртатса тухать, если слегка приоткрыть пробку). N. Сахăрлă кăвас кĕленче çăварĕнчен чашлатса тухать. Чĕлкаш З8. Пуçна çурса пăрахăп... тесе çĕлен пек чашлатнă. N. Каскалăхра çĕленлĕх, кĕрĕпĕм те чашлатать, тухăпăм та чашлатать. || Сред. Юм. Çорконнехи вăйлă шыв йохнă чохне чашлатать (чашкăрать). || Журчать. Дик. леб. 45. Çӳлелле çапса тухакан шывсем чашлатса сирпĕнсе тăнă. В высоких мраморных покоях журчали фонтаны. Сред. Юм. Пирĕн çăл пит вăйлă та, чашлатни таçтанах илтĕнет.

чечек

цветок. Пазух. 9. † Ан яр утна пахчана, чечек тăрне ан таттăр. Ал. цв. 10. Чечекрен ырă шăршă пĕтĕм пахчана, шыв юхса сарăлнă пек, сарăлса тăнă. N. Ăçта чечек, унта пил пулать, теççĕ. Где цветок, там и медок. И. Тукт. † Пахчари чечек, сарăях çеçке, кĕрхи сивĕпе шанса кайрĕ-çке. Образцы 1. † Кăвак чечек тăррисем — вĕт улача тĕррисем. Ib. 13. † Тарăн варти квак чечек, хĕвел курмасть, çил вĕрмест. Ib. 13. † Аслă çулăн хĕррипе кăвак чечек, çулаймарăм чечекĕ тăканиччен. Ib. 4. † Елшел урам аслă урам, ик аякки сар чечек, сар чечекре сар кайăк. Пазух. 14. † Утма ятăм пахчана сарă чечек суйлама. Хĕр. йĕрри. Вĕл-вĕл чечек, вĕл чечек, вĕлле çинче сар чечек, чечек вĕçсе кайсассăн вĕлле илемĕ каять-çке. Ал. цв. 9. Сасартăк вăл пĕчĕкçĕ ем-ешĕл тĕме çинче ĕмĕр курман, ĕмĕр илтмен, юмахра калама çук, хут çине çырса ӳкерме çук, илемлĕ хĕрлĕ чечек ларнине курах каять. Образцы 11. † Çӳлĕ тăвăн хыçĕнче арпус чечек юр пекех. Ib. 15. † Сикрĕм антăм пахчана мăкăнь чечек татмашкăн. Хĕр йĕрри. Сикрĕм каçрăм пахчана, мăкăнь чечек пулĕ тесе, мăкăнь чечек пулмарĕ. N. Улма йывăççи чечекне тăкнă. Баран. 101. Мăкăнь чечекре чух, ăна çĕртен туртса кăлар-ха. N. Манăн савăнăç чечек вăхăчĕ иртрĕ. Г. А. Отрыв. Улма чечекрен тăкăнсан, каять пахча илемĕ. N. Корăксам чечеке ларма пуçларĕç. Рак. Çеçен хирĕн варрине шур юр çунă, çырла çеçки чечекĕ епле-ши? Ib. Хура вăрмансене те халь пас тытнă, çĕмĕрт çеçки чечекĕ епле-ши? С. Тим. Арман чулĕ çĕкличчен лапри чечек пулас мĕн, лапран лапа çӳрес мĕн, лап илемне кӳрес мĕн. N. Улма чечек лартсассăн, килет пахча илемĕ, улма чечек лартмасан каять пахча илемĕ. Букв. 1900. Мăкăнĕн чечекĕ те пит илемлĕ, вăрри те тутлă. Шинар-п. Вăрманта çулла пур курăксем те чечек кăлараççĕ. Михайлов. Каччă ĕмĕр мĕн теттĕр вара? Пӳрт умăнчи шĕшкĕ мăйри чечек пек. || СТИК. Хĕвелçамăшăн чечекĕ, лепестки у подсолнечника. || Комнатное растение. Красноарм. Колхозниксем культурлă пурăнаççĕ. Чӳречесем çинче чечексем, килĕрен сехет, тĕкĕрсем. Рак. Чӳречисем çине чечексем лартса пĕтернĕ. || Бахрома, кисть. Золотн. N. Йĕке çине тăхăнтарнă чечек. Ст. Шаймурз. Тимĕр-кăвак лашан çилки чечек, камăн иккен савнă учĕсем. || Дама (в картах). Тайба Т.

чипер

красивый, хороший. N. Чипер = хитре = илемлĕ. Дик. леб 44. Епле эсĕ кунта килсе çаклантăн, чипер хĕрĕм? Как ты попала сюда, прелестное дитя? Ск. и пред. чув. 14. Вĕсен чипер хĕрĕсем е çӳренĕ вăрмана. КВИ. Чипер ача Сетнерĕн пĕр урхамах лаши пур. Пазух. 25. † Чипер ача, сар ача, выляясчĕ, кунта çук. N. Ачи чипер те, сăмси пылчăклă. Мальчик-то хорош, только нос в грязи. Сăрнай 2. † Эс чипер, эп чипер, чăн чиперри çак ачи... Ib. 6. † Эс чипер те, эп чипер, санран чипер тата пур, сик тух, чиперри! Ib. † Эс те чипер, эп те чипер, тавай виççĕн чуп тăвар, тавай иккĕн чуп тăвар. Ib. † Эс чипер, эп чипер, чăн чиперри кунта çук, сик тух! Ib. 8. † И эс чипер, эп чипер, чăн чиперри çак ачи. Ib. 13. † Чуп! чуп! чуп тума чипер ача кирлĕ. Халь те чипер, тата чипер, тата чипер кирлĕ. Пазух. 25. † Эс те чипер, эп те чипер, тимĕр туя каяр-и? Ib. 14. † Эпир чипер теетĕр, сиртен чипер тата пур. Образцы 13. † Питре писев сĕретĕр, эпир чипер тиетĕр. Якейк. Ай, чипер-çке ку! Ах, как она красива! Образцы З. † И, ту чипер, ту чипер, ту аякки çул чипер. Вылямашкăн-кулмашкăн тухя пуçлă хĕр чипер. Якейк. Ытла чипер уш, калама çук чипер, пит чипер, тĕлĕнмелле чипер. СТИК. Ку хĕр пит чиперскер (без недостатков в форме тела и красива, а илемлĕ — красива лицом). Ст. Чек. Чипер çын: 1) красивый, 2) хорошего нрава. Шурăм-п. Хĕрсем пуринчен те ытла. Пурте чиперпе пĕрех (почти все красивы). Ала 28. Эпĕ çавă урамра пĕр чипер хĕр куртăм та, унăн чиперне ытаримасăр çавă хĕр патне кайрăм. Юрк. Чипер, чипер тиеççĕ, чипер епле пулат-ши? Якейк. Вĕт вăрманта вĕт пошчи, сулля-сулля касрăмăр чипер çăпата тумашкăн. Трхбл. Эй мăнтарăн чиперри, вут-шыва ӳкерет. (Чиперри подразум. илемлĕ хĕр, вута-шыва ӳкерет = темĕскер те тутарат, пĕтĕм халпа хыпалантарат). Ст. Айб. Чипер çын килен-каян чуп тăвать. (Шыв курки). || Нормальный, здоровый. Альш. Чип-чипер çынах пулчĕç хай çынсем. Они оправились от похмелья. Ib. Халĕ те пулин чипер алă мар. И до сих пор рука не как следует, не поправилась. N. Чĕре те ыратать, ӳпке-пĕвер те чиперех мар. Сборн. по мед. Ку кĕнекене чипер тăн-пуçпа йĕркипе вуласа тухсан... || Полный. Етрух. Чипер выйлă ĕçкĕре хăнисем вунпилĕкшер, е çирĕмшер çуна пулать. || Целый. П. Патт. 6. Сан автан пек пĕремĕк чиперех-и-ха? (цел ли?). || Порядочный. Юрк. Хăш та хăшĕ (иной) чипер çын ачи-пăчинех хурлама тытăнăт. || Кан. Ха, чиперех çынна ӳкесрен çăлтăм (не дал упасть), ахалĕ ӳкетчĕ. || Спокойный. Сред. Юм. Чипер вилĕмпе вилмен çын (называют сгоревшего, утопившегося, удавленного, задавленного и т. д.). Арçури. Йӳсмер панчен иртрĕмĕр, чипер çула тухрăмăр. || Удачный. Арçури. Çулĕ чипер пулинччĕ, чун шикленми пулинччĕ. || Благополучно, удачно, счастливо. КВИ. Чипер кайăр. N. Чипер çитĕр! Желаю счастливо доехать (возвратиться). Я. Турх. Чипер кайăр! Счастливого пути, досвиданья (уходящему). N. Савса янă салама чипер илĕр. N. Кайнă чухне хуçине ак çапла каласа хăвараççĕ: çитĕ, чипер тăрăр, хуйхăр харама кайтăр, вилни чипер вырттăр, теççĕ те, килĕсене саланаççĕ. Янш.-Норв. Кăçал чипер качча парсан, ашшĕ (девушки) юратса пĕр тынапа икĕ сурăх парас, тет (в приданное). Ала 15. Пулăçăсем вара арăма тархасласа лартса чипер каçарса ăсатса янă, тет. Юрк. Сыв-и? Чипер пурăнатра? – Сывă-халĕ, чипер пурăнатпăр. Ib. Хăта-тăхлачă, сыв-и-халĕ? Чипер çӳретре? – Сыв çӳретпĕр-халĕ, турра шĕкĕр, хăр чипер çӳретре? N. Чипер пурăн, ан кулян. Ск. и пред. чув. 30. Чипер пурăнăпăр. ТХКА 41. Йĕрсе те ним тума та çук ĕнтĕ, ан йĕрĕр, йăхĕ юлнă-ха, тьыхи пур-халĕ, чипер пурăнсан, тьыхаран лаша пулĕ. Сятра. Чипер тат! Пили хорошенько. Юрк. Чипер кăна, хорошенько. N. Халĕ ошкăнĕпех (все) су, чипер, лайăх порнатпăр. Бес. чув. Сыв пул, чипер юл, терĕ те, килне тухса кайрĕ. Орау. Чипер авăртса килме пар. Чем люди живы. Сывă пулăр ĕнтĕ, чипер юлăр. В. Олг. Чипер йол! – Чипер кай! Шибач. Чипер кайса килĕр! (Пожелание уезжающим). Б. Олг. Чипер тăрăр, тет (хорошенько стойте). N. Ĕнтĕ чипер тăрăр (= аван тăрăр). Хывсан ют çынсем çапла каласа саланнă. Изванк. Ай шăлăмсем, шăлăмсем, ай йăмăксем, чипер пурнăр, ай чипер пурнăр. Сл. Кузьм. 60. Выльăхсене чипер кĕтме. Орау. Чипер кайса килмелле пултăр! Счастливого пути! N. Ыр каç полтăр.— Чипер кай. Сред. Юм. Чипер çаврăнса кил! Альш. Чипер юл, шкулăм, юратнă çĕрĕм. || Спокойно. Чăв. юм. 1919. 2З. Чипер çывракан хĕре вăратрĕ. Йӳç. такăнт. 24. Чипер выртас та çывăрас! Ала 67. Çĕнĕ çынна çул çинче çамрăксем чипер пыма памаççĕ, ялан çĕнĕ çыннăн шывне тăкма шухăшласа пыраççĕ. Скотолеч. 10. Чипер пурăннă çĕртех сасартăк чирлет. Орау. Чипер ларнă çĕртренех сиксе тăчĕ те лешне çупрĕ ячĕ. Ib. Чипер выртнă çĕртренех ачана исе тухса кайса шăмăшкă кăтартрĕç (беду причинили ему, всадили в серьезную вину). Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути ялтăртатнине курах каять. Ст. Айб. Чипер пурăннине мĕн çитĕ, теççĕ. (Послов.). ЧС. Эй ачамсем, чипер çӳрĕр, пит ĕçсе ан ӳсĕрĕлĕр. N. Унăн ури пушмакпа чипер утакан пулчĕ. N. Шкултан чипер вĕренсе тухнă пулсан вăл ача ун пек пулмастчĕ. || Осторожно. ЧС. Ачам, шыва кайса вилĕн, чипер хытланăр, шывăн турат çук. ТХКА 49. Чипер, хăвăра хăвăр астуса çӳрĕр вара,— терĕ анне. || Прилично, вежливо. N. Чипер калаç, чипер çӳре. Хорошо веди себя. Ашшĕ-амăшне. Чипер калаç. Не говори вздора. N. Чипер çӳрĕр; чипер калаçкаласа тăр; чипер çывăр; чипертерех хор. Сред. Юм. Чипер çӳре. (На прощаньи наставление). Изамб. Т. Сана миçе каланă: чипер пул, ан ашкăн, çын евĕрлĕ пул, тесе. Б. Олг. Ну, тет, хĕрĕм, чипер лар, ан ӳк, тет (с лошади). Кан. Чипер калаçăр. Мĕнле пуçпа калаçатăр эсĕр. || Довольно. Изамб. Т. Ул çĕр чипер тĕттĕм пулчĕ. N. Кăçал тырă чипер полнă. || Как следует. Изамб. Т. Тытнă пулсан (если бы поймали), чипер хĕртнĕ пулĕччĕ. Кан. Чипер шутласа пăхсассăн, кунти çынсен касма панă вăрмана питĕ тирпейлĕ тытмалла пек. Янш.-Норв. Вăл çывăрса кайсассăн, малтанах хăрлатма тытăнатчĕ те, унтан вара çывăрса кайсан, чиперех йынăшма тытăнатчĕ. Микушк. Чулĕ чиперех авăрса ларать, тет (молол как следует). Капк. Хырăмне те чиперех ӳстерчĕ ĕнтĕ. Чăв. й. пур. 20. Кĕрккине вара тытса юлса хĕнесе вĕлернĕ; вĕлернĕ чухне Кĕркка кăшкăрни Иванĕ патне чиперех илтĕннĕ. Трхбл. Тарăн çырма пуçĕнче хăмăш чипер хумханат. Перев. Çав асăрхаман пирки (из-за неосторожносги) пĕрре кăна пит чиперех хуйхăрмаллиех инкек килнĕ кăна. Трхбл. Вăйçи маттур каласан, тантăш чипер хумханат. Юрк. Ун чухлĕ çăвĕ пур чухне хăнине чипертерех çуласа çитереймерĕ. Ib. Юрĕ, тет ку та, юлашки çуртине кама памаллине чипертерех ăнласа илеймесĕрех. ЧС. Пĕрре праçникре эпир ачасем выляса тăнă çĕрте хамăртан инçех те мар, урамра ӳсĕр çынсем çапăçнине чипертерех курас тесе, патнерех кайса тăтăмăр. N. Чиперех кăнтăрла. || Крепко, зажиточно. N. Чипертерех тăракан çынсем. N. Апат-çимĕç чипер пурăнакан хресченĕнчен нимрен те уйрăм пулман. Ст. Чек. Чипер пурăнаççĕ = пуян пурăнаççĕ. || Действительно, вправду. СТИК. Чиперех хайхи мăн шухăш тытрĕ те, кая пачĕ (и вправду, взял да ушел). Коракыш. Эй-эй-эй, çирĕм пилĕк тенкĕлĕх япалана чиперех сая ячĕç (ячĕ+ĕç), эпĕ ăслăскер пулĕ терĕм те, ухмах пулчĕ. || Ст. Айб. Чипере курсан тăхăнас килет. (Çĕрĕ). || Красота. Тайба Т. Сан чиперпе ман чипер кăвак чечек тăрринче. Якейк. Пирĕн кинĕн чиперри вăрмая орлă корăнчĕ.

чул

чол (ц’ул, ч’ул, ч’ол), камень. N. Чул катăкĕ, обломок камня. Дик. леб. З6. Темĕн тĕрлĕ хытă чулсене те тĕп-тикĕс якатаççĕ. Ib. 37. Чи варринче анчах шывран пĕр шĕвĕр чул тухса тăрать. N. Лаша урисемпе чула çаптарнипе вут тухса пырать. N. Лаша чĕрнине (урипе) чула хыртарса илчĕ те, чултан вут тухса кайрĕ. Пазух. † Вуник ывăл вилсе те пĕтиччен чĕрене чул хурса та çӳрерĕм. Янгильд. Петĕрĕн ори лашапа çона таптаса кайнă тĕлте чол пак шыçса кайнă. Яргуньк. Чул пуçтарать вăл сана пемешкĕн. || Мельничный жернов. N. Чул тăх, ковать мельничный жернов. Якейк. Чолта виçĕ кăшăл. На жернове три обруча. Изамб. Т. Çав армансенче виç чултан ытла авăрмаст. Ib. Чул çĕкленнипе армана хытă кайсан пусараççĕ. || Каменка. N. Мунчийĕн лавкки ылттăн, чулĕ мерчен, мĕлĕки пурçăн. (Такмак). N. Мунчи уртăш йывăçĕнчен, çийĕ калай, лапки кĕленче, чулĕ мерчен, ăшши шерпет, милĕкĕ пурçăн, валашки пăхăр, курки кĕмĕл. (Такмак). Образцы 20. † Мунча чулĕ тикĕссĕр, ăшши яма кăмăлсăр. || Соль. N. Ишек енелле тăвара чол теççĕ. Вомбу-к. Сире чол кирлĕ поль-ха, тесе каларĕ, тет. || Каменный. Ск. и пред. чув. 104. Хăйĕн анлă кăкăрне чул чышкипе чăмăрлать. Ib. ЗЗ. Эпир иксĕмĕр сăмахпа чул çурт та лартатпăр. Образцы 78. † Пирĕн аттенĕн чул пусма, чул пусмана хăпарма вăйлă, тăнлă çын кирлĕ.

алмас чул

алмаз'.' Дик. леб 48. Унăн вĕри куççулĕ лайăх, хĕп-хĕрлĕ тумтирĕ çине, алмас чулĕ пек ялтăртатса, тумла-тумла аннă. На ее королевское платье катились горькие слезы, блестевшие, как алмазы.

арман чулĕ

мельничный жернов. Образцы 11. † Арман пăтавкки çĕкличчен, арман чулĕ çĕклес мĕн.

аçа чулĕ

аçа чуль, аçа чолĕ, громовый камень, аэролит. Ал. цв. 27. Аçа çапса, аçа чулĕ ешĕл тĕме çине ӳксе, шач! тутарать. См. вып. II, стр. 124.

мĕн чул

см. мĕн чулĕ, сколько (вып. VIII, стр. 344). Пазух. 90. † И маттур та маттур ай терĕç те, мĕн чулах та маттур пулĕ халь.

чулĕ

то же, что чухлĕ, сколько. СЧЧ. Вăл çырма пиртен пит çывăхах марччĕ, вăсем кайнă чулĕ вăхăтра кайса килме пулмастчĕ. Встречается в сочетании: ун чулĕ, столько. ЧС.

чура

неизв. сл. Абыз. Кăр-кăр чура, аркă вĕçлĕ хую. (Арман чулĕ). Ib. Кăр-кăр-кăр чура, Ялтра ачи тум ачи. (Кантра туртни).

хĕр

калиться, закалиться, накаливаться, N. Килне юлаканнисем тула тухса хĕрнĕ чул утса яраççĕ. (Похороны). Микушк. Мунчи хĕрсе çунна вăхăтра чулĕ çурăласса-çурăласса çитет-çке. N. Пӳрт пĕренисем тимĕр пек хĕрсе кайнă (накалились). N. Аслăк питĕ хĕрсе çитнĕ-мĕн, темле çунса каяйман. N. Çумăр пулманнипе çĕр хĕрсе çурăла пуçларĕ. Кĕвĕсем. Шурă мунча вутти хĕрсе çунат, турчăкине чиксе пулмарĕ. || В переносном значении. Бугульм. Шурта мунча вутти хĕрсе çунать, ик сар хĕрĕ хĕрсе шыв йăтать. Полтава 10. Ватă чĕре еррипе хĕрет вутлă шухăшпа. Тип-Сир. Пачăшки пуртре хĕрсе çăвăрать (спит во всю) тет. Алик. Хĕрсе çĕмĕрт çорлас чох мĕншĕн тăнех ӳкет-ши? Вĕсене курмах çамрăксем те тата питрех çĕкленсе кайса хĕрсе ташлаççĕ. N. Хĕрлĕ-хĕрлĕ автана хĕрсе турă çуратнă. С. Дув. Хĕрсе тырă выртăмăр, хĕр сăрине карăмăр. ЧП. Хĕрсе хĕвел пăхнă чух. N. Хĕрсе ĕçлеççĕ. Тюрл. Манăн матка хĕрсе вырать. Скотолеч. 14. Çапах та çапла имлесен, вăл хуллен ĕçлеме юрать, пĕр хĕрсен, чуптарма та юрать (лошадь). N. Çапах та хĕрсе кайнипе пĕрре те ыратни сисĕнмест. || Преть. О земл. Юр айне пулсассăн, вĕсем хĕреççĕ те çĕре пуçлаççĕ. N. Типĕ навус часрах хĕрет, çавăнпа ĕçе те часрах каять. КС. Хĕрне, затхлый. Ib. Тырă хĕрсе кайнă. Хлеб стал предым, затхлым. Ib. Сĕлĕ хĕре пуçланăччĕ... Скотолеч. 8. Типмесĕр хĕрсе выртнă курăк. || Перегорать (о муке, не высыпанной из мешков; перегорелая мука дает тесто, которое легко уходит из квашни). Пухтел. N. Хĕрсе кăвакарса кайнă çăнăхран пĕçерсен, çăкăр никçан та аван пулмасть. || Опьянеть. А.-п. й. 77. Ваçлей хăй те хĕрчĕ. Василий и сам опьянел. Якейк. Хĕрсе çитсен (когда разойдется от алкоголя), хĕр йорлать, пирĕн мĕншĕн йорлас мар. Ib. Хĕрсе çитсен хĕр йорлать, эпĕр йорласан мĕн полĕ. Сĕт-к. Хĕрсе çитсен хĕр йорлать, пира (= пире) йорласан мĕн поль-ши? Изамб. Т. Ул та чипер хĕрчĕ (опьянел), манăн та пуçа кайрĕ. Собр. Пирĕн çамрăк ачасен пуç хĕрмесĕр кăкăри çаврăнмаст. N. Пирĕн пек çамрăк ывăл-хĕр пуç хĕрмесĕр кăкăр çавăрăнмасть. Тайба Т. Пирĕн пек те ватă, ай, çынсенĕн пуç хĕрмесĕр кăкăрсем, ай, хĕрмеççĕ. Васильев. Ĕçсен-ĕçсен, хăнасем хĕрсе каяç те вилнĕ çын çинчен манаççĕ, хĕр туйри пек хĕпĕртесе вăйăç чĕнтереç. N. Кăшт хĕрнескер, пупа пĕрте шикленмесĕр анпуççи çине хурса йăтса тухса кайнă çырманалла. ТХКА 95. Хĕрнĕ майĕпе пулмалла, Митюк арăмĕ çуталса кайнă, авкалана-авкалана юрлать. Шел. П. 30. Хăшĕ сăра лапкинче пăртак ĕçсе хĕреççĕ. С. Дув. Вăл пуç хĕрмесĕр юрламаç.

шалтăрт

подр. стуку. Изамб. Т. Хултарчă шалтăрт-шалтăрт тăват. Пазух. 11. Арман чулĕ капăрт, тет, пуян укçи шалтăрт, тет. || Подр. звуку при запирании. Альш. Алăк хыçĕнчен тухать, тет те, шалтăрт питĕрсе илет, тет, пăлтăрне. ЧП. Кăмакара хайă шалтăрт, тет. (Звук, если сдвинуть пучок лучины).

шач

подр. звуку, получающемуся, когда яйцо падает и разбивается. Орау. Çăмарти ӳкрĕ те шач! турĕ (и разбилось). || Подр. щелканью. КС. Мур пăшалĕ каймарĕ (не выстрелило), пистунĕ шач! турĕ (щелкнул). Ib. Кăпшанкине тыттăрĕ те шач тутарчĕ (щелканье раздавленного насекомого). Подр. удару грома. Ал. цв. 27. Аçа çапса, аçа чулĕ ешĕл тĕме çине ӳксе шач! тутарах. ЧС. Унччен те пулмарĕ, аçа шач! тутарчĕ. Орау. Йĕкине пĕтĕрнĕ майĕпе сусне туртни те илтĕнет; сĕвемне çитерсен тата çиппине шач! тутарса тӳлет. || Подр. треску. КС. Вĕри шыв ятăм та, стакканĕ шачч анчах турĕ. Чертаг. Шач — çитсе ларать. Шачлат, издавать заук „шач“. КС. Пуртă турат куçне шачлатса касать. N. Çемçе тăн чăмăрккине шĕрене çумне персен, шачлатать. См. тачлат.

шерпек

тоже, что шерпет. N. Мулчи кĕленче, милĕкĕ пурçăн, чулĕ мерчен, ăшши шерпек пек пултăр.

шерпет

сыта, медовый сироп. Тюрл. Шерпет — пыл шывĕ. Зап. ВНО. Шерпет, сироп. N. Шерпет = шерепет. Зап. ВНО. Кĕселе шерпетпе çиеççĕ. Кисель едят с сытой. Ст. Чек. Шерпетпе юсмана турра асăнса çиеççĕ. Юрк. Çак пылне шыв çине ирсе, шерпет туса чӳкленĕ. Чук пăттине çинĕ чухне çав шерпечĕпе сыпса çинĕ вара. Аттик. Çырлаха пар, ыра турă! Сана çичĕ теслĕ тыра-пуллăн шерпечĕпе асăнатпăр, витĕнетпĕр. (Из моления при „пичке пуçлани“). Микушк. Шерпет сана (турра), йӳççи пире. (Из моления „пичке пуçлани“). Юрк. Çӳлĕ ту çинчен шерпет юхат, шерпет юхмин — сĕм-пыл юхат. N. Çӳлте çӳлĕ тусем пур, шерпет юхакан çырмасем пур. ЧП. Шерпет юхан çĕрсем. И. Тукт. Юхрĕç пĕлĕтсем, юхрĕç, шерпет çуса; юртрĕç кунсем, юртрĕç, ахах тăкса... Эпех кăна ĕçеймерĕм çав шерпете, эпех кăна пухаймарăм çав ахаха. Зап. ВНО. Атăлăн леш енче икĕ йĕкĕт лавкка лараççĕ, шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ; пирĕн пек те мĕскĕн ачасем куççулĕпе питне çăваççĕ, çанни вĕçпе пусса шăлаççĕ. Альш. Ирхине тăтăм ирĕксĕр, питĕме çурăм шерпетпе. Орау. Шерпет сапса хуним унта? (Говорят, если кто куда часто повадился ходить). N. Унăн (мунчанăн) чулĕ мерчен, ăшши шерпет, мелки пурçăн. (Такмак). Зап. ВНО. Пыл хыççăн шерпет ĕçмесен, хурт пĕтет теççĕ. N. Шерпет шывĕ. Ст. Чек. Шерпет, мед с водой. II Сред. Юм. Шерпет ôлма тесе кĕрпетлĕ, тутлĕ пôлакан ôлмана калаççĕ. || N. Хăйĕнчен маларах вилнĕ леш тĕнчери ачисене валли кучченеçлĕх шерпет хурса янă.

шыв

(шыв), вода. НР. Атăл шывне ăсмашкăн çутă витре кирлĕ мар. Чтобы зачерпнуть волжскую воду, светлого ведра не нужно. Хурамал. Шыва ярсан, кĕмĕл ирĕлмĕ. Если пустить в воду серебро, не растворится. Ib. Шанкарчă чĕппи шыв ĕçнĕ чух хура пуллăн мĕн ĕç пур. Когда молодой скворец пьет воду, какое до этого дело рыбе? Шурăм-п. Урапа çине шыв пички лартса чуптарать. О сохр. здор. 68. Шыв тĕрлĕ пулать вăл. Ib. 71. Шыва таса тăратас пулсассăн, унта тислĕк, çӳпĕ-çапă, вилĕсем такасран чарас пулать. Ib. 69. Шывран тислĕк шăрши, кӳкĕрт шăрши, çĕрнĕ шăршă кĕрет пулсан, вăл шыв аван мар пулать. Чутеево. Шыв чечеке ларнă. Орау. Шывне виçĕ хутчен те улаштарса чӳхерĕм-çке, çапах та тасалман. Альш. Шыв çинче пĕлĕт курăнат (отражение неба). ГФФ. Калтăр-кăлтăр кăвакарчăнне, кăвакарчăнне, вăл шыв çине лармасăр, лармасăр, эпĕр çона çинчен анас çок. Пока голубь-воркун не сядет на воду, мы с саней не слезем. Трхбл. Чей куркинчи шыв çине виçĕ кашăк эрек ятăм. N. Пилĕк таран шыв çине пултăмăр. N. Пура çине шыв каять. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водой. Капк. Юр ирĕлнипе кӳлленчĕк пулнă. Кĕрсе кайсан калушна шыв илĕ. А.-п. й. 74. Вершник çине улăхма тăрсанах, Ваçлей такăнчĕ-ӳкрĕ те, салатне веçех шыва тăкса ячĕ. Когда он ступил на плотину, споткнулся и упал. Пуловка с солодом покатилась в воду. Ib. 74. Ваçлей нимĕн тума аптранипе пĕр патак илчĕ те шыва пăтратма пуçларĕ. Василий не знал, что ему делать. Затем взял палку и стал помешивать воду с солодом. Ib. 74. Аха, шыв сăра пекех пулчĕ иккен-ха. Ого, вода густеет, как пиво. Сред. Юм. Шывва чăм, нырни в воду. Ib. Шыв ĕçе-тăркача ман паян саççим хырăм кӳпсе кайрĕ. Орау. Ĕçес килсех ĕçетни эс вăл шыва? Сред. Юм. Шывву полин ĕç ху çав таса марскере. Орау. Шыва выç-варла ĕçсен, чĕрене çиять. ТХКА 108. Шыв ĕçсен, йысна шыв хĕрне чăркуçланса ларчĕ те, курăк татса илсе: эпĕр ĕçмен, вырăспа майра ĕçнĕ, тесе, шыва пĕр курăк пăрахрĕ. Альш. Шыв уланă — çын шыва кайса вилессе, çын чĕрене илессе. ГТТ. Шыв чакнă, шыв ӳснĕ, шыв тапраннă, теççĕ. КВИ. Пирĕн çырман шывĕ чакнă. Орау. Çул айяккисене шыв туха пуçланă. Ib. Çул аяккисенче шыв кӳленсе тăра пуçларĕ. N. Иртнĕ çул çуркунне Атăла шыв питĕ тулчĕ. Хурамал. Кăçал çурхи шыв пит шеп юхрĕ. ГФФ. Çорхи те шывпа йохса та кайнă полсассăн... Кабы я уплыл с вешней водой. Хурамал. Сиксе-сиксе шыв юхсан, çыранĕсем епле тусет-ши? Когда волнуясь течет вода, как это только выносят ее берега! Тайба-Т. Шыв çисе пынипе çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айне пулнă. Когда берег от размывания водой обрушился, то столб очутился под водой. Абыз. Сарай айăнь шыв юхать. Под сараем протекает вода. Ст. Чек. Шывĕ юха пырат, пăрĕ шăна пырат. (Пир тĕртни). N. Шыв пит вăйлă карĕ. N. Çуркунне шыв кайсан... Красн. Горка. Пĕчикçĕ ачасем тимĕр кĕреçемпеле шывсене (воду в разных местах) пĕвесе çӳреççĕ. N. Шыв иртсен... Альш. Этремел хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Шыв, иртсе кайсан, унта питĕ аван курăк персе тухать. N. Кайран, шывсем юхса пĕтсен, пĕтĕм уйсам, çарансем, вăрмансам симĕсленме пуçлаççĕ. Ау 389°. Шыв ӳкмесĕр çырне ан хыпала. N. Шыв йăрлатса юхать, тонкою струей. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. Юрк. Анатра арман авăрат, шыв сассипе чулĕ çаврăнат. Собр. Çын вилли вăл пит шывшăн çунать (жаждет), тет. Ала 14°. Тепĕр кайăкĕ калать: эпĕ те çавă патша çинчех шывсăр типĕтсе усратăп, тет. Кн. для чт. I, 15. Шывсем типнипе çынсем шывсăр виле пуçланă. Букв. 1886. Вара шыв шыран. Юрк. Ирĕксĕр çын пуссине шывшăн çӳрес пулат. Макка 30°. Арма (= арăма) шыва кăларнă. Жену за водой послал. Артюшк. Çав шыв хĕррине пĕр хĕр шыв илме аннă. N. Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Хурамал. Çинче пилĕк йилене тăхăнсассăн, кĕвентелесе шыва каяс çук. Если надевешь бешмет с тонкою талией, то не пойдешь с коромыслом за водой. Ромс. 29. Амăшĕ шыв патне тухса кайнă. Ib. Шыв панчен килсен, люшкисене йăпăр-япăр уçса пăрахнă. Кан. Икĕ хĕрарăм тĕл пулчĕç. Пĕри шыв кӳме каять, тепĕри шыв кӳрсе тавăрăнать. Н. Седяк. Кĕлетрен тухсан, çĕнĕ çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ (за водой). Ала 67. Тата çĕнĕ çыннăн упăшки хапха умне тухса тăрать шывран таврăннă çĕре. N. Шывран килтĕм. Ходил за водой. Изамб. Т. Лаша урине шыв ансан, лашана шывра тăратаççĕ. Сред. Юм. Лаша ôрине шыв аннă (опоили). Ib. Лашава шыв антарнă (опоили). Ib. Лашана шыв лектернĕ (опоили). Ау 8°. Лаша калать: çĕртен каяр-и, çӳлтен каяр-и, шывран каяс-и, тесе каларĕ, тет. Трхбл. Ку чечексене шыва лартас пулать. Ib. Чечексем шывра пĕр эрне ларса та шанман. Орау. Пирĕн сӳс-кантăр шыврах выртать-ха кăçал халчченех. Кан. Ытла та ӳсĕмсĕр ĕç вĕт вăл: кантăр пусине тат, типĕтсе çап, шыва хут. Янш.-Норв. Çын шывра ишнĕ чухне аллисемпе яра-яра ишет (перебирает). N. Вакран шыва янă. N. Утăсем, пĕтĕм тырă пулă — пурте шыв айне юлса çĕрсе пĕтнĕ. N. Кимĕ туса шыва янă (пустили в воду). Зап. ВНО. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан курăнмĕ. (çу). Ib. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан çĕрмĕ. (Кăмрăк). Т. Григорьева. Шывăн турат çук, вутăн алли çук, теççĕ. N. Шывран таса пулма çӳретĕн. Нюш-к. Шыва хирĕç çил вĕрсен, çăмăр пулать, теççĕ. С. Тим. Шур Атăлта пулă ишет-çке, çунаттине шыва хумасăр. N. Эпĕ çитнĕ çĕре теплушкана (помещение для сторожей при пожарной машине) шыв тунă: шăпăр-шапăр тăвать (течение струи) шалта çĕр урайĕнче. Орау. Тăнсам! пĕтĕм пӳрте шыва янă! Болваны! всю избу залили водой (дети). N. Нассус пырши шăтсан, шăтăкран шыв шаркаса чуптарат. Кĕпçене çĕре пăрахсассăн, шыв шарлатса чупат. Сред. Юм. Пĕчик çӳхе чôла шыв çинелле вирлĕ аялтан утса ярсан, çав чôл чалт! чалт! тутарса шыв ĕçсе каять. КС. Шывпа пĕрĕхтереççĕ (прыскание). Никитин. Хурсем каçпа ларакан вырăна тараса чакалас пулать; унта шыв час тухать. Хурсем шыв пур вырăна анчах çĕр каçма лараççĕ. || СТИК. Айлăм çĕрти купăстана шыв сапма юрамаст — шыва ларат. Купаста шыва ларсан, вăл начарланса юлат. Шыва ларнă çаранти курăк та сайраланса юлат. Магн. М. 59. Шыва лар. || Альш. Сăмаха шыв пек юхтарат. Ст. Яха-к. Çак кĕлле ăстарик шыв епле юхать (плавно), çавăн пек пĕр такăнмасăр хăвăрт каласа тухать. ТХКА 13. Пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать, картинсем тума вĕренсе кайнă. N. Утни-юртни сисĕнмест, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Чăв. й. пур. 10°. Çапла тусан вара лашисем шыв пек кайнă. Сред. Юм. Посса кайса пăхса çӳрерĕм те эп, ôрпасĕм шыв пик йôхса лараççĕ вит (хороший урожай). Альш. Ачанăн варвиттне кайнă, шыв пек юхтарат. || N. Ăна пĕр кашăк шывпа ĕçсе ярăн (говорят про красивую девицу). || Кан. Пĕр 10 пин тенкĕ шывпа юхрĕ. Шурăм-п. Çулла хăйă хăшĕ пĕртте çутмаççĕ: укçана шыва пăрахмастпăр, теççĕ. Ib. Вĕсем ĕмĕрне те хăйсен юлташне шыва пăрахса хăварас çук (не оставляют без помощи). Орау. Çын хăйне хăй шыва пăрахмасть (не топит сам себя). Капк. Хамăр хурăнташа шыва ярас çук вĕт, терĕм (не выдам, не предам). || Букв. 1908. Маруçăн улма çиесси килнипе çăварĕнчен шыв килнĕ. Сред. Юм. Çинине корсан, çăвартан шыв килет. || Чăв. й. пур. 5. Хăйĕн сăмсинчен тапак туртнипе сап-сарă шыв юхса çӳрет. || Буин. Шывпа пĕрлех килчĕ. Ребенок вышел из утробы матери вместе с водами. N. Малтан шыв кайрĕ (перед родами), ача типпе юлчĕ. Ача умĕ килчĕ, ачи çуралчĕ. || Сок. Шурăм-п. Карта патĕнче хурăнсем те пур. Çуркунне вĕсен шывне ĕçме юрать. || Сыворотка. Изамб. Т. || Пот. Альш. Икĕех те шурă та халь ут юртат, тилкеписем тăрăх та шыв юхат. Ала 63°. И, хир-хир урлă килтĕмĕр, çĕлен пек ута шыв турăмăр. N. Лашисем пĕтĕмпе шыва ӳкеççĕ, ачисем çапах çӳреççĕ. Мусир. Хура шатра Иваншăн хура шыва ӳкрĕмĕр (сильно вспотели). N. Тарласа шыва ӳкнĕ. || Слезы. Альш. Çакăях та тăвансем асма (= асăма) килсен, икĕ хура куçăмран шыв юхат. Собр. Куçран куçа пăхсассăн, икĕ куçран шыв килет. || Дождь. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв çăват, чӳрече витĕр курăнать. (Хĕр йĕри). || Река. ГФФ. Кăвакал ишет шыв тăрăх. Утка плывет по реке. Хурамал. Хурĕ каланă: „Ну эпĕ çурт лартап-и? Эпĕ аслă шывра та хĕл каçăп“,— тенĕ. Ib. Аслă шыва кĕтĕм ăшăк тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур тесе; ĕнчĕ куçлă çĕрĕ шыв çути, эпир атте-аннен куç çути. Вошел я в большую реку, думал, что мелко, думаль что есть там перстень с жемчужным камешком. Перстень с жемчужным камешком — свет реки, и мы у отца и матери — свет очей. ЧП. Пирĕн пӳрт аяккипе мăн шыв юхат. Тораево. Ĕçтерсе ӳсĕртсе пичĕкешне хупса икĕ пуçне питĕрсе мăн шыва кайса ячĕç, тет. Янорс. Вара эпир Атăл хĕрне çитрĕмĕр, кунта эп Атăл шывне куртăм. Хурамал. Ăлăхрăмах çӳлĕ тусем çине, антăм-ĕçке Самар шывĕ çине. Поднялся я на высокие горы и спустился на реку Самарку. Альш. Самар шывĕ юхат вирелле, сар хăмăшсем тайлаççĕ шывалла. Эпир çур. çĕршыв. 24. Шăматран иртсессĕн çул Вылă шывĕ урлă каçать те, уй тӳпинелле каять. Сюгал-Яуш. Пĕр çын шывра луткăпа пулă тытса çӳрет, тет. N. Вăл шыва пĕрте шăнма памаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кермансене килме питĕ чарса тăрать, вăл шыва пĕрмаях тупăпа персе ватса тăраççĕ. Çулла çав шыв патне çитеччен пĕрмаях çĕмĕрсе килчĕ. Баран. 119. Çăва тухсан, пысăк шывсемех ăшăкланса юлаççĕ. С. Айб. Шыв урлă каçаракан сан патна пырса шыв урлă каçарнăшăн санăн аллуна ыйтĕ. Альш. Пилĕк пĕрчĕ хăмăшпа çул килтĕм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа шыв каçрăм, каçсан та урам йĕпенет, каçмасан тăванăм ӳпкелет. N. Хура шывсем юхат вирелле. || Назв. божества. N. Вăл мĕн калать хăй патне пыракансене: эсĕ çава çырмари шывпа питне çунă та, çанти шыв тытнă, тет. Бгтр. Кĕрĕк ăçта çул çинче шыв ĕçсессĕн, çав шыв ан тыттăр, тесе: эпĕ ĕçмен, пĕр вырăспа пĕр майра ĕçнĕ, тесе, шыв çине кирек мĕн сапса хăварнă. N. Тата шыва çав хурантанах чӳклеççĕ. С. Алг. Шыва мимĕр (толокно).

Нухай чулĕ

(нуhаj), назв. камня. Иревли. Аслă Сĕнчелĕнч чулсене хăвăрах курнă пуль. Пĕр-пĕрин сăмахĕпе вĕсем çинче çыру çук, тата хăшĕ-пĕрин сăмахĕпе пĕр чулĕ çырулă имĕш. Çав чулсене пĕри «Нухай чулĕ» тет; тепри пур, «Мулла чулĕ» тет.

нăхăт

(ны̆hы̆т), то же, что нухăт, нăкăт. Отсюда: нăхăт йывăçĕ, нăхăт чулĕ.

нăхăт чулĕ

голыш. Хыпар. Унта çĕр пит чуллă (нăхăт чулĕ).

паян

сегодня. БАБ. Паян суйнине ыран никам та ĕненмест. N. Паян шкул тавралла çавăрнтăм та, виççĕмĕш класра пĕр чӳрече куçне çĕмĕрнĕ. Çĕнтерчĕ 9. Паянах мĕн çитерем-ши сире? Ib. 24. Паян тĕртĕрпех (т. е. с беготней и шалостью). Лăпланăр-ха ĕнтĕ пурте. Сред. Юм. Паян çăмăр полать пôлмалла. Наверное, сегодня будет дождь. Ib. Паян кôн пит шар. Сегодня день очень жаркий. Орау. Паянах парăп. Возвращу (тебе) сегодня же. Ib. Тăратни паян эс, тăмастни? Встанешь ты сегодня или нет. («Сегодня» здесь в особом гиперболическом значении). Ib. Эпĕ паян пуль, тесе, çӳрерĕм. Я думал, что нынче. Ib. Паян çăмăр çăвасла пек туйăнмасть те, мĕнле пулĕ. Ib. Паян çăмăр çăвас пек туйăнмасть те, тем тăвас: ашăм те сарас, те сарас мар. Ib. Çăмăр çăвассăнах туйăнмасть-ха паян, авăн сарсан та юрĕ. Якейк. Паян çăмăр тĕпсĕр çурĕ (очень много). Ау 61°. Паян кайрăм, ĕнер килтĕм, турăхпа çăкăр çисе килтĕм. (Конец сказки). Регули 375. Манăн паян онта полас полать. . Ib. 456. Эсĕр паян каймастăр полĕ. Ib. 413. Паян лапра полĕ кайма. N. Кунта çанталăк ĕнерпе паян пĕлĕтлĕ тăчĕ-ха. N. Кăвас чĕресси, çĕпре пулмасан, эпир паян е выçă ларăттăмăр. Ib. Паян пирĕн ялта пичĕшпе шăллĕ тӳпелешрĕç.

персе хĕстер

прижать. Орау. Чулĕ çурăлса уткăнса кайна та, мелникне алăк янахи çумне персе хĕстерсе вĕлернĕ (пришибло).

пыр-шăль чулĕ

назв. камня. Шихр. Пыр-шăль чулĕ — спиральный камень, похожий на раковину. Цвет землистый, местами покрыт золотистыми пятнами. Попадается довольно редко. Употребляется знахарями как лечебное средство: полощут камень в воде и воду пьют против «пыр шыççи».

пырак

бурак. Сред. Юм. Бгтр. Кăмака çинче çĕпре пыраки пулнă, тет. СПВВ. Т. Пыракпа çула уя шыв илсе каяççĕ.

арман

(арман), molat, moletrina, мельница. Мельницы бывают: ал-арманĕ, аларман, mola manuaria, ручная мельница (см. на своем месте); шыв арманĕ, шыв армань, шыв-арман, molae aquariae, водяная мельница; çил арманĕ, çил армань, çил-арман, molae, quae venti impetu versantur, ветрянка; кĕрпе арманĕ, molae, quibus grana frumenti a tunicis separantur, круподерка; лаша арманĕ, quae iumentis, вут арманĕ, quae vi vaporis versantur, паровая мельница. Тоскаево. Арман виçĕ терлĕ пулать: кĕрпенĕн, шыв арманĕ тата çил арманĕ. N. Пирĕн арман талăкра (= тавлăкра) икçĕр пăт тырă авăртать. Наша мельница мелет 200 пуд. в сутки. {{anchor|DdeLink6182591829761}} N. Эп тырра хамăр армана кăлартăм. Я вывез хлеб на свою мельницу. Альш. Арманта вырăссем вырăсла калаçаççĕ. На мельнице (были) русские, (которые) говорили по-русски. Изамб. Т. Инçе ан кайăр, вырăс арман айне лартма илсе кайĕ (стращают детей). N. Хватлă çилте арман ямаççĕ (не пускают в ход). N. Арманта тырă нумай, халях черет тивес çок. N. Аслатте калани. Етĕрне уесĕнче, Упи вулăсĕнче, Алмач ятлă сала пур. Çав Алмач арманне лартма пуçланă чух, чи малтан, ĕçе пуçличчен, шыв хĕрне вешник умне тăваткăл шăтăк авăлтрĕç, тет. Шăтăк тĕпне çынна лармалăх çĕртен пукан пек хăварчĕç, тет. Шур хăва тĕммисем панче пĕр ача юрăсем юрласа ларать, тет. Вăл ачана Хапăс вăрманĕнчен вăрласа килнĕ, тет. Шăтăкне чавса пĕтерсен, ку ача çине пĕр çăкăр çакрĕç, тет. Тата шăтăка пĕр алтăр шыв хучĕç, тет. Вара çав ачана шăтăка лартрĕç, тет те, çиелтен çĕрпе витсе хучĕç, тет. Ку: шыв арманĕ ан татса кайтăр (scr. кайчĕр), тесе, хураччĕç, тет. Халь çын вырăнне кушак чунĕ е чăхă, чунне хураççĕ, тет. (Çĕн-ял старикки Симян. 3—V—1923 г.). Ст. Чек. Армана шыв илнĕ (или: урапана шыв илнĕ). Мельнаца в подпруде, т. е. подтоплена. О. Захаров. Кĕрпе арманĕ. Кĕрпе арманĕ икĕ пая уйрăлать: 1) лаша çаврăнаканни 2) лаççи. Лаша çаврăнаканнин варрине тăваткăл шăтăк тăваççĕ. Çак шăтăк варрине пысăк вал (1) тăратса хураççĕ. Тăракан валăн аял пуçне, вĕçне пĕр шите яхăн хăварса, шăллă урапа (4) кĕртсе лартаççĕ. Çӳлерех, вăл ăшне турта (2) лаша кăкараканни (3) кĕртсе хураççĕ. Тăваткал шăтăк урлă, валăн лаç енне, йываç хураççĕ, çак йывăçа пуçелĕк (20), теççĕ. Çак пуçелĕк çине вал хураççĕ. Ку валăн тепĕр пуçĕ лаçра тепĕр пуçелĕк çинче выртать. Выртакан валăн лаша çаврăнаканнинчи пуçне, пысăк урапан шăлĕсем тĕлне, ултура, урăхла штĕрнек (5), кĕртсе хураççĕ. Выртакан валăн лаçри пуçне, вĕçне пĕр аршăн хăварса, шăллă урапа (7) тăхăнтарса хураççĕ. Лаçри урапан çурри шăтăкра тăрать. Шăтăк тăрăх, урапан шăлĕсем енне, валăн çӳл енне, йывăç хураççĕ. Ку йывăçăн пĕр пуçĕ (19), чула улăхтарса антараканнине (18) пăркаласан, çĕкленет те, анать те. Çак йывăçăн вăта çĕрне тимĕр йĕке (9) тăратса хураççĕ. Йĕке çине, урапан шăлĕсем тĕлне, ултура (8) тăхăнтарса хураççĕ. Çӳлерех парапан (10) ăшне, йĕке çумне вĕркĕç тăваççĕ. Йĕкен çӳл вĕçне тĕпек тăхăнтараççĕ. Тĕпек çинче çиелти чул выртать (11). Аялти чул шăтăкне, йĕке тавра, сӳспе питĕреççĕ. Çӳлти чулăн шăтăкĕ тĕлне, пĕрме (14) айне, сыпка (13) çакса хураççĕ. Пĕрмене икĕ кашта çине çакса хураççĕ. Тĕш, хывăх саланса ан кайтăр, тесе, чулсем тавра кăшкар (12) тăваççĕ. Кăшкар ашĕнчен валак (15) тухать. Валак хывăх тухаканнин (16) ăшне кĕрсе пĕтет. Хывăх тухаканнине парапан çумне вĕçĕпе çыпаçтарса хураççĕ. Хывăх тухаканни тĕлĕнче парапан уçă. Хывăх тухаканни айĕнче лар (17). Лаша çавранаканнинче пысăк урапана, штĕрнеке, выртакан валăн пайне хăмасемпе витсе хураççĕ. Лашана туртана кӳлсе çавăрсан, тăракан валпа пĕрле пысăк урапа çаврăнать. Пысăк урапа шалĕсемпе штĕрнеке лексе выртакан вала çаврать. Выртакан валпа лаçри урапа çавранать. Лаçри урапа, шăлĕсемпе ултурана лексе, йĕкене çаврать. Йĕкепе пĕрле вĕркĕçпе çиелти чул çаврăнаççĕ. Сыпка çумĕнчи патак, çиелти чул шăтăкин хĕррине лексе чул çаврăннă май чĕтрет те, сыпкана чĕтретсе, пĕрмерен сыпка витĕр пăрие чул шăтăкне юхтарать. Чул шăтăкĕнчен пăри, икĕ чул хушшине пулса, икĕ пая уйрăлать: пĕр пайĕ тĕш пулат, тепĕр пайĕ хывăх пулать. Тĕшпе хывăх, чулсем хушшинчен тухсан, валак тăрăх хывăх тухаканнине юхса анаççĕ. Хывăх тухаканнинчен хывăх, парапан ăшĕнчен вĕркĕç вĕрнипе, хăй çулĕпе лар хыçне вĕçсе тухса каять; тĕш лара сирпĕнет. Кĕрпе тăвас тесен, тĕше тепĕр хут авăртаççĕ. Изамб. Т. 4° Çил арманĕ. Çил арманăн пури ултă пичетнирен ытла пулмас. Хăш-хăш арманăн лаççи пулат. Арманăн çунчĕ тăваттă, улттă, саккăр, вуннă пулат. Çуначĕсем вала çавăраççĕ. Валăн вăта çĕрне пит пысăк урапа тăхăнтартнă. Ул урапан хĕрринче шăлсем пур. Ул шăлсем йĕкенĕн çӳл тăрринчи улт-урапана лекет. Йĕкенĕн аял пуçĕ ухвачĕ чулăн шапине лекет. Çил-арманта пĕрре те иккĕ те чул пулать. Тырра арманта пĕрмене хываççĕ. Унтан тырă, чул айне юхса анса, çăнăх пулса, лара юхса тухать. Чул çĕклекеннипе армана хытă кайсан пусараççĕ. Çаплах çăнăха вĕтĕ те шултăра та тăваççĕ. Армана çиле хирĕç тăвас тесессĕн, хӳрипе пăраççĕ. Арман çулне такçапа тăкаççĕ. Ветряная мельница. Сруб ветряной мельницы бывает не болле шести погонных (печатных) сажен в вышину. У некоторых мельниц бывает амбар (нижний сруб). Крыльев у мельницы бывает четыре, шесть, восемь и десять. Крылья вертят вал. На средину вала надето огромное колесо. На краях колеса зубцы. Эти зубцы задевают за шестерню, находящуюся на верхнем конце веретена. Нижний конец веретена вставлен в порхлицу. Ветряная мельница бывает об одном и о двух поставах. Хлеб на мельнице сыплют в ковш: оттуда хлеб сыплется под жернов, обращается в муку и попадает в ларь. Если мельница мелет чересчур быстро, то, чтобы замедлить ее ход, подымают подлегчину. Ею же пользуются и для того, чтобы смолоть муку помельче или покрупнее. Чтобы поставить, мельницу против ветра, её поворачивают правилом. Жернов насекают насекой. Альш. Арман айне çын тытса янă. Тĕрлемесре пĕр çын виçĕ лаши-мĕнĕпех çухалнă. Елшелсем вăрмана кайма хăранă çавăнтан. Арманта темĕн те пур: армана хăйне усал туса панă, арман мелникĕсем çавăн пек усалпа пĕр майлă çынсем. Самай ăсти чĕлхе пĕлет: çавăнпа усалсемпе килĕштерет. Армана тусанах, айне çын ямасан, авăрмас: усал çын чунĕпе улăштарат; ăна пĕр-пĕр çын чунĕ кирлĕ. Под (вновь построенную) мельницу пускали (в виде жертвы) человека. В с. Тюрлеме один человек пропал (таким образом) вместе с тройкою лошадей. По этой причине альшеевцы боялись ходить в лес. На мельнице можно встретить самые страшные вещи: и самую мельницу устроил чорт, а мельники — это люди, которые действуют заодно с чортом. Наиболее искусные из них знают наговоры (заклинания) и потому и живут в мире с чертями. Если построишь мельницу и тут же не опустишь под нее человека, то она не будет молоть, потому что чорт берет за нее взамен человеческую душу: ему нужна человеческая душа. Чуратч. Çавалта хăш-хăш арман айăнче усалсем пурăнаççĕ. Вăсене çур-кунне, кĕр-кунне тата çула, ялан пĕр вăхăтра, эрех ĕçтермесессĕн, усалсем арман пĕвине татса яраççĕ. Тата хăш-хăш çын арман айне, арманне лартнă чух, ача чĕрĕлех лартаççĕ. Под некоторыми мельницами на р. Цивиле живут черти. Если весною, осенью и летом, всегда в одно и то же время, их не попоят пивом (т. е. не совершат им возлияний), то они прорывают мельничную плотину. Также некоторые люди при постройке мельницы опускали под нее живого ребенка. Н. Седяк. Араан кĕлетĕнче сăра курки пек пĕр куçлă шуйттан пур, теççĕ; арман шуйттанлă пулать, теççĕ. Çĕрле чарнă армана авăртать, теççĕ. Говорят, что в здании мельницы обитает одноглазый чорт, с глазом величиною с пивной ковш, и что таким образом на мельницах бывают черти. Говорят, что он (т. е. одноглазый чорт) мелет ночью, пустив в ход остановленную (мельником) мельницу. Мшушк. Чăвашсем арманта шуйттан нумай пуранать, теççĕ, ăна çĕрле авăртакансем кураççĕ, тет. Пĕр çын çĕрле арман авăртнă, тет; вăл вăхăтра арман хуçи Хĕлип ятлă пулнă, тет. Арман авăртакан çур-çĕр çитес чух армана çăнăх катма кĕнĕ, тет. Арман чул çинче пĕчиккĕ, шур сухаллă старик ларать, тет; арман чулĕ тапах чарăннă, тет. Ку çын хăранипе арман хуçине калама чупса кĕрсе кайнă. Хĕлипĕ, вăл сăмаха илтсен, пĕрре те хăрамасăр, мăкăртатса тухать, тет: татах тухса ларнă пуха (i. q. пулĕ-ха), çапла ларакан-ха вăл, тесе. Иккĕш те юнашар утса пыраççĕ, тет, анчах хăйсем пынă чух чул çинче нимĕскер те çук, тет, чулĕ типерех авăрса ларать, тет. Чуваши говорят, что на мельнице живет много чертей. Это видят те, кому приходится молоть ночью. Один человек молол ночью хлеб; хозяином мельницы тогда был некто Филипп. Когда помольщик пошел около полночи на мельницу, молоть муку, он увидал там маленького белобородого старичка, сидевшего на жернове, который вдруг перестал вертеться. В страхе помольщик побежал в избу, чтобы сообщить хозяину мельницы о том, что он увидел. Выслушав его, Филипп ничуть не смутился и только пробормотал, выходя из избы: «Опять, поди, он вышел; он всё так выходит и садится (на жернов)». Тут они пошли на мельницу, идя рядом и не отставая один от другого, но когда они пришли, то на камне уже никого не было, и он молол (versabatur), как надо быть, по прежнему. Курм. Уй варринче ухмах арам ташлĕ. (Арман). Среди поля пляшет сумасшедшая баба. (Загадка: ветряная мельница). Собр. 278°. Арман патне вĕреннĕ йытă унтах вилет, теççĕ. Собака, привадившаяся к мельнице, там и околеет. (Послов.). Альш. † Çил арманĕ пурасан, ыраш пулмас, тиеççĕ. Говорят, что если срубить ветряную мельницу, то не будет родиться рожь. (Отклик старнного предразсудка). || Имен. Вăл пуш армана-кăна авăрат = тăвас çук япала çинчен калаçат. Он попусту мелет (болтает). || His sequuntur appellationes partium , per litteras digestae, ipsius vocabuli арман nulla ratione habita. Adduntur numeri, qui ad simulacra peryimemt, quae extremo libro adiicintur. Notis etiam quibusdam usas sum: pro шыв арманĕ Ш. posui, pro кĕрпе арманĕ К, pro çил армане А. Omnes quae hic desidersbuntur voces alio loco quaerendae sunt. Ниже следуют в азбучном порядке названия отдельных частей арман и относящихся сюда предметов. В составных названиях слово арман при распределении слов во внимание не принимается. Номера при названиях и в тексте указывают на соответствующие части чертежей, которые будут помещены в конце выпуска. Номенклатура, не вошедшая в настоящую статью, будет приведена в соответствующих местах Словаря. Сокращення: Ш — вод. мельн., К — обдирка, А — ветрянка. Неизбежные неточности и неполнота объясняются малою ознакомленностью составителя с мукомольным делом, а также недостаточностью материала.

арман чулĕ

(ц̚’ул’э̆, ч̚’ул’э̆, ч̚ол’э̆, ч̚’ул’, ч’̚ол’) sive чул (ц̚’ул, ч’ул, ч’ол), mola, жёрнов. Якейк. Чолта виçĕ кăшăл. На жернове три обруча. N. † Урçа ячĕ çĕкличчен арман чулĕ çĕклес-мĕн. Чем выйти замуж за вдовца («поднять имя вдовца»), лучше поднять жёрнов. Альш. Мăйне арман чулĕ тăхăнтараççĕ, унтан алăк çумне вĕренпе çыхса хураççĕ.

аçа-чулĕ

, аçа-чолĕ, lapis ille, quo fulminator ferirc creditur. Изамб. Т. Аçа-чулĕ — гладкий желтоватый камень, аçа çапнă чухне çавăнпалан çапат, тет, т. е. когда бог молнии поражает предметы, то ударяет подобным камнем. КС. Аçа чулĕ — чăп-чăмăр, тăрăхларах та пулать (цвета высохшей замазки). Аçа çапсан, çĕре анса каять те, çичĕ (?) çултан анчах тухать, теççĕ. Ăна телейлĕ çынсем анчах тупаççĕ. Ăна сăра çине ярсан, пит хытă йӳçет те, пит хаяр пулать. Громовый камень бывает совершенно круглый или несколько продолговатый и похож по цвету на высохшую замазку. Когда бог молнии ударит им, то он уходат в землю и выходат оттуда только через семь (?) лет. Его находят лишь счастливцы. Если положить его в пиво, то оно очень сильно бродит и бывает очень пьяным. Хорачка. Аз'а џол’ы̆. пилэ̆к порн’ан jэ̆ри-да п̚ор онда, чол'ы̆ с’омы̆на. Громовый камень. На камне заметны следы от пяти пальцев. Н. Седяк. Аçа чулĕ. Аçа çапсан, темиçе çултан тухать; ăна, сăра йӳçмесен, сăра ăшне яраççĕ. Громовый камень выходит из земли через несколько лет; его кладут в пиво, если оно не бродит. Сред. Юм. Аçа чõлĕ. Хõрарах-сарă хытă чõла калаççĕ. Громовым камнем называется твердый камень черновато-желтого цвета. СПВВ. ИА. Аçа чулĕ. Чăвашсем: усал çынна аçа çапать, теççĕ. Громовый камень. Чуваши говорят, что бог молнии поражает (им) злых людей. Сказки и пред. чув. 47. Янтрак йăнăшма ĕлкĕрне çĕре тепĕр аçа чулĕ унăн çине Петĕр аллинчен персе те анчĕ. Ст. Чек. Аçа чулĕ тесе, пĕр йышши симĕс чула калаççĕ; ăна çĕçĕ витмес, вĕртереççĕ; сăра йӳçĕтнĕ çĕре ярсан, сăра аван йӳçет, теççĕ. N. Аслати алтса, аçа çапсан, хăш чухне çапнă япала хыпса та каять. Хăш чухне тата аçа ахаль çĕрех çапать те, аçа чулĕ çĕр айĕнчен çичĕ çултан тин тухать, тит. Çав чула сăра йӳçĕтнĕ чухне: сăри хаяр пултăр, тесе, сăра катки çине хураççĕ. БАБ. Виçĕ каçчен çав сăмахсене каласа вĕрсен, тăваттăмăш каçхине вучаха хуран çактарса, унта аçа чуль тата виç каç вĕрнĕ шыва ячĕ. Она (он?) произносила эти заклинания в течение трех вечеров, а на четвертый вечер велела повесить над очагом котел, положила в него громовый камень и влила воду, над которою она произносила заклинания в продолжение трех вечеров. (Из обряда «Пăсташ тасатни» — очищение порчи). Там же сказано, что этот — камень выбивает и выжигает порчу, насланную на дом (çуртăран пăсташа çапса çунтарса кăларат).

ахах

(аhах), i. q. (то же, что) акак. Н. Карм. Lapis quidam, cujus duo sunt genera, unum, quod чăн ахах appellator, magnoque pretio emitur, alterum, quod cyяxax (i. e. cyя axax) vocant, villus est. Камень, двух родов; один из них, чăн ахах, ценится дорого, другой, суяхах (т. е. суя ахах), — дешевле. Ib. Ахах — мăй-çыххи тăваççĕ. Ахах — из него делают ожерелья. Ч. П. Ахахĕсем хĕрлĕ. Сердолики — красные К. Кушки. Ахах — бледно-красного цвета (редкость). Т. II. Загадки. Атăл урлă ахах куртăм. (Палан; в той же загадке, записанной другим лицом в Раковой, вм. палан поставлено пăлан, что, конечно, не имеет смысла). Через Волгу я увидал сердолики. (Калина). Ex quibus exemplis facile colligere possumus rubro colore esse. Эти примеры доказывают, что цвет камня — красный. Ib. Тĕпсĕр тинĕсре ахахсем выртаççĕ. (Çăлтăрсем). В бездонном море лежат сердолики. (Звезды). Ч. П. Ахах куçлă çĕрĕ. Перстень с сердоликовым глазком. Ib. Ахах куçлă çĕррĕм пур. У меня есть перстень с сердоликовым камнем. Ib. Кĕмĕл çерĕ ахах куç. Серебряный перстень с сердоликовым камнем. Альш. † Хура вăрман витĕр тухнă чух çунам тупан, ахах пулинччĕ! Ах, если бы при проезде через большой лес полозья моих саней стали сердоликовыми! || Qui margaritam esse putant, falluntur. Некоторые считают ахах за жемчуг но, как видно из предыдущего, ошибочно. См. ĕнчĕ. || Nunc quidem per inscitiam etiam alias gemmas viliores ex vitro aliave materia con-fectas eodem vocabulo appellant. Так как в настоящее время чуваши уже не видят настоящих драгоценных камней, то они перенесли назв. ахах на некоторые искусственные бусы. Т.-И.-Шем. Çынна çуса вырттарсан, сăмси шăтăкĕсене, хăлхи шăтăкĕсене, куçĕсем çине пурçăн (шелк) хураççĕ, çăварне ахах чулĕ хыптараççĕ; е нухрат хыптараççĕ. — Ахлатса вилнĕ çынна ахах хыптарас, теççĕ. Когда покойника обмоют и положут, то кладут ему в ноздри, в уши и на глаза шелку, а в рот — ахах чулĕ или старинную серебряную монетку (какие употребляются для приготовления женских уборов). Они называют это: «дать в рот человеку, умершему со вздохами, камень ахах (зам. народную этимологию). — Далее автор рукописи пишет уже по-русски: «Не отсюда ли и название ахах? Мне показывали и самый ахах: граненая стеклянная бусинка, поддельный жемчуг». Из его последних слов мы видим ясно, что жемчуга он никогда не видал.

потвен

назв. напитка? Вомбу-к. Потвен — серте татса килеççĕ, хоранта пĕçереççĕ, ала çинче сăрăхтарса сĕрсе илеççĕ, тутлă усла (= ăсла) ăшне пĕчикках çĕпре яраççĕ, вара пĕрле хопăрласа çыхса йӳçĕтеççĕ чӳлмек ăшĕнче.

пӳрне

(пӳр'н'э), палец. А. Турх. N. Хăй пӳрнинчи ылтăн çĕррине кăларса, ун пӳрнине тăхăнтарнă. N. † Çӳлте çурта çунат-ĕçке, пӳрне пек, пӳрне пек тумлать-ĕçке. ТММ. Пӳрнесен канашĕ. Пуç-пӳрни калат: атьăр эрех ĕçер, тет; шĕвĕр-пӳрни калат: укçа çук, тет; вăта-пӳрни калат: кивçен илес, тет; ятсăр-пӳрни: кивçен илсен, тавăрасси, тет; кача-пӳрни: ĕçер те тарар, тет. Шел. П. 63. Акă пĕр чулĕ патне, курăк ăшне, пĕр шит тăрăшшĕ, икĕ пӳрне сарлакăшĕ, çĕнĕ пир татăкне çурри таран алă пӳрнисем пек туса каснă та, ун çумне çиплĕ йĕп чиксе пăрахнă. Орау. Пачĕ-и? — Пачĕ, пӳрне хушшинчен кăтартрĕ (показал кукиш). Н. Тахтала. Пӳрнĕрпе пĕлĕте тĕллесе кăтартсан, çыртăр, ахаль — çылăх. Бес. чув. 6. Вăл вĕсене алăри пилĕк пӳрне пек пĕлсе тăнă (знал как свои пять пальцев). Тет. Манăн сулахай аллăн пӳрнесем уйрăлакан сыппи сикнĕччĕ. ЧП. Пӳрни вĕçне шăрпăк кĕнĕ. N. Пӳрнесем такăнаççĕ (= тытăнаççĕ). Ст. Ганьк. † Пӳрнесерен пурçăн туртаççĕ. Сред. Юм. Пӳрне те пĕр тикĕс мар. И пальцы ведь не все равны. Ib. Пӳрнене çĕрĕ тăхăнтарни (фокус). Фокăс корас текеннине тĕп-сакайне антараççĕ те, сăкман çанни ăшне аллине чиксе çĕклесе тăраттараççĕ, фокăс кăтартаканни пĕр корка шыв ăсать те, сăкман çанни тăрăх фокăс кораканни çине яра парать. Çав вара фокăс корни полать. ЧП. Вăта çĕрти пӳрне. Кан. Хвершăл: пӳрнене касас пулать, терĕ. Ib. Чĕлхесĕр çын пек, пӳрнесемпе калаçма тивет. || Напалок.

арăм пăтавкки

onus domesticum, quod imponitur nurtae? тягота, лежащая на жене? Образ. мотив. † Атте пачĕ урçана; урçа ячĕ йывăр ят. Арăм пăтавки (ita scr.) çĕкличчен арман чулĕ çĕклес мĕн. Отец выдал меня за вдовца; тяжело (слышать) имя вдовца. Чем поднимать такую тяготу (?), лучше поднять бы мельничный жёрнов.

аркăвĕç

(вэ̆с’), limbus, qui imae orae vestimenti assutus est, оборка по самому краю подола. Вотлан. Вăр çаврашка, арки вĕçлĕ кĕпелĕ. (Арман чулĕ). Совсем круглый, в рубашке с оборкой, пришитой к краям подола. (Загадка: жёрнов).

какăр чул

какăр чол, какăр чулĕ, какăр чолĕ, булыжник, дикарь (камень). ЙОН. Атăл шувĕ ма сикет? Какăр чулĕ сиктерет. М. Шемердяны. Атăл тĕпĕнчи какăр чула хăçан пӳсĕр çисе тухĕ, çавăн чух пӳсĕр çитăр. (Пӳсĕр чĕлхи). Ходар. Тата хăçан та хăçан какăр чул çине куç ӳкĕ, çавăн чухне тин çак ача çине сивĕ куç ӳктĕр. В. Олг. Какăр чолĕ, дикарь. Хорачка: арман очон касми поз’эăнџэ кагы̆р џол’ы̆ хораччы̆.

калай

(калаj), кровельное железо. Изамб. Т. «Калай — листовое железо». N. Унăн (мунчанăн) çтени уртăш-йывăç, çийĕ калай. Туй. Хапхи пилĕк юпалă, виçĕ хупăлă, çие калай, юпи мерчен, хуппи кĕленче, тăпси пăхăр, тыткăччи кĕмĕл. Ib. Улми сачĕ варринче мунчи пур, мунчи урттăш-йывăç, çийĕ калай, лапки кĕленчĕ, чулĕ мерчен. Алманч. Хăшĕ калайпа виттернĕ (çуртсене).

калтăр

(калды̆р), подр. довольно сильному, но глухому звуку. Изамб. Т. Арман чулĕ калтăр-калтăр! тăват. || Подр. крику индюка (пырина). СТИК. Кăркка аçи, шăхăрсан: калтăр, калтăрр! тăват, унтан панк (паҥк)! тутарса янăраса каят. Сред. Юм. Калтăр-калтăр. || В зн. глагола? БАБ. Çавăлтен вара çав çын, çумăр çума тытăнсанах, çав вутлă урапи çине ларат, тет те, калтăрса (надо: калтăртаттарса?) çӳрет.

калтăрт

(калды̆рт), подр. отрывистому стуку. Бугульм. † Арман чулĕ: калтăрт! тет, пуян укçи: шалтăрт! тет (при пересыпании денег из горсти в горсть или вынимании из кисета). См. МКП. 65.

калтăртăк

(калды̆рды̆к), подр. отрывистому стуку. Изамб. Т. † Арман чулĕ калтăртăк, пуян укçи шалтăртăк. См. МКП. 67.

каптăрт

подр. звуку, получающемуся при падении или бросании твердого или тяжелого предмета? Алших. † Арман чулĕ: каптăрт! тет; пуян укçи: шалтăрт! тет. Альш. Качака та каптăрт! туса, персе анат, тет, кăмака çинчен. Янш.-Норв. Сĕтĕрчĕ, сĕтĕрчĕ, тет те карчăкне, каптăрт! тутарса хăпартса ячĕ, тет. Ой-к. Çав вăхăтра çĕлен лаши каптăрт! такăнчĕ, тĕт. N. † Сорхори витри симĕс витри, симĕс витри каптăрт! тет, айта, тантăш, киле кас (= каяс). Сред. Юм. Сак çинчен: каптăрт! туса персе анчĕ («один глухой звук»).

каптăртăк

грохотливый, шумливый. ЧП. Арман чулĕ каптăртăк.

Китай

(кидаj), Китай; китайский. Альш. † Улăхрăм çӳлĕ тусем çине, лартăм китай чулĕ çине хут çырма. || Назв. материи. Пазух. Çӳлĕ тусем çине пуса сартăм, тылласассăн, йĕтĕн пулмĕ-ши? Авăрласан, пурçăн пулмĕ-ши? Тĕртсессĕн, китай пулмĕ-ши? Китайран камсул çĕлетекен, пирĕн тăвансем пулмĕ-ши? N. † Сирĕн çири йиййен (так!) Китай-тăр. Бур. † Сирĕн çири камсул китай-мĕн, тӳмелесен, тӳмисем кĕмĕл-тĕр. Юрк. † Сирĕн çири тумпр китай-тăр. Чăв-к. Юхма тăрăх вĕлтĕрен. Шăтсан, йĕтĕн пулмĕ-ши? Пĕтĕрсĕн, пурçын пулмĕ-ши? Тĕртсен китай пулмĕ-ши?

Киттай

(к’иттаj), Китай; китайский. Синьял. † Ухрăм карăм ту çине, лартăм киттай çул (надо: чулĕ?) çине. Хурамал. † Вĕç-вĕç, аккăш, вĕç, аккăш, Киттай хир варрине ӳк, аккăш. || Назв. материи. Янбулат. Оничере тил выртать, Киттай тотри витĕнсе. См. Рааs. 73.

кулаç

колаç (кулас’, колас’), калач. Альш. † Пасар кулаç — тул кулаç, варри пăшлак пулайрĕ. Сред. Юм. Кôлаç сотакантан çĕпре илеймĕн. (Послов.). Чăв. й. пур. 30°. Пасара-мĕне кайсан, тырă сутма мĕне кайсан, нихăçан та кулаç илсе çимен. N. Инке пачĕ тулă кулаç, çавăрса хыпам тенĕ чух, кĕл пашалу пула юлчĕ. || Янш.-Норв. Аш кулаç çитер, бить (вообше).

конкăрашкаллă

желобовидный. ТХКА 116. Пĕр чулĕ — авсан такани пек конкăрашкаллă чул.

ăвв

(ы̆вв), звук, издаваемый при полете и бросании. К.-Кушки. Квакарчăн çуначĕсемпе ăвв! туса вĕççе кайрĕ. Ib. Вăл чулпа печĕ те, чулĕ ăвв! туса иртсе кайрĕ.

ăшши

(ăшă + афф. 3 л.), пар (в бане). Такмак. Мунча лапки кĕленче, чулĕ мерчен, ăшши шерпет. Полок в бане стеклянный, каменка коралловая, пар — из сыты. Альш. † Мунча чулĕ тикĕссĕр: ăшши яма кăмăлсăр. Банная каменка неровная, поддавать пару не по сердцу. || В перен. знач. Сред. Юм. Ăшши = хуру. Õн та ăшши пĕтнĕ полас, çын çине тохаймас (обеднел или постарел).

йыт çу

(?; йыт чулĕ?), особый род глины. Утар.

юн чулĕ

лекарственный камень медного цвета; покупают у разносчиков. Изамб. Т. Ст. Чек. Ача тусан, йӳçĕ япала ĕçмесен, çинçе çĕр хытса каят, юн шĕветекен курăк, юн чулĕ, хырса, ĕçеççĕ, сăра. . Юн чулĕ: хĕр-арăмăн хĕрлĕрех, арçыннăн хурарах; хĕр-арăмăн тухат, арçыннăн тухсах каймас; чулне хыраççĕ, ăшă шывпа ĕçеççĕ.

лапка

(лапка), полка. Курм. || Полок (в бане). БАБ. Лапка айне пăхатăп та, темĕскерлескер тухат: çын – çын мар; выльăх — выльăх мар. Н. Яха-к. Мунча кĕрсе тухнă чухне: вилнĕ çынни те мунча кĕтĕр, тесе, лапка çине милĕкпе чĕрес çине шыв лартса хăвараççĕ. Ст. Дув. † Сирĕн карташĕнче мунча пур: тултан сакăр кĕтеслĕ, шалтан тăват кĕтеслĕ; лапки — кĕленче, чулĕ — мерчен. Орау. Каларăм вĕт эпĕ сана: мулчара арçын хыççăн лапка çине ан хăпар, тесе (сказала мать забеременевшей дочери). || Полати (в избе). Яргуньк. N. Каç, лапка çинче çывăрнă чухне, усал тĕлĕк курса хăранипе, çӳлтен персе анса, лаххана çапăнса, пуçне çĕмĕрнĕ.

максăма

(максы̆ма), слабое пиво, без хмеля и без дрожжей. Орау. Максама — хăмла ямасăр, çĕпре ямасăр тунă сăра. Çăра ăсла квас тĕппе (остатками теста в квашне) йӳçĕтеççĕ; тутлă, ӳсĕртет пăртак. СПВВ. Х. Максăма, макăсма, пиво без хмеля. || ОПВВ. ФВ. Максăма — ăшă йӳçсе çитнĕ-çитмен сăрана калаççĕ: максăма йӳçсе кая пуçланă, теççĕ.

малахай

(малаhаj), малахай. Собр. Пĕр малахайăн çер саплăк. (Мунча чулĕ). Рысайк. Пĕр малахайăн хĕрĕх шăтăк! (Мунча чулĕ). Юрк. † Тăпăл-тăпăл (изящный) тилĕ малахай тутар мулли пуçĕнче. Тюрл. Малахай — холхаллă калпак. N. Малаххая ĕлĕк тутарсем анчах тăхăнатчĕç. || Фамильное прозвище. Арабоси. (Урмар. р.). См. мулаххай.

мерчен

(мэрζ’эн, мэ̆рџ̌эн’), первоначально — коралл. || Янш.-Норв. Мерчен — бусы с весьма крупную горошину или даже больше повидимому, из глины бурого цвета; сверху — слой красной краски. Коралл. Зап. ВНО. Мерчен — коралл. Ӳпке мерчен, крупный, величиною с орех, мягковатый и упругий; чăн мерчен — мелкий коралл красноватого цвета. Собр. † Хăпарайтăм çӳлĕ ту çине, ярăнтăм Мерчен хулине (вар. ярăнайтăм мерчен лавкине), хушрĕç мерчен суйлама. Янтик. † Тарăн шыва кĕтĕм: ăшăк, тесе, сакăр пĕрчĕ мерчен пур, тесе. Н. Седяк. Мерчен, жемчуг, яхонт. Мошкоа. † Олăхрăмĕ-çке Мерчен, ай, хулине; мерчен хулисенче чăн мерчен çук. Кугульм. † Чăн мерчентен хула çавăрни çук (не строят). Алших. † Суйларăмăр утсене кайри ури сакăлне... (пропуск) тантăшсе хура мерчен куçлине. Ib. † Мерченме шыва ярас мар, мерченме сая ярас мар. Кан. Çиетчĕç халăха мерчен пек куçсем. N. Увăн (мунчанăн) çтени уртăш-йывăç, çийĕ калай, чулĕ мерчен. N. (Хапханăн) çийĕ шăвăç, юпи мерчен. Кильд. (Тет.). † Чӳречĕрсем çинче виç мерчен, хăçан ярăм пулса тăни пур? Ib. † Пасар, пасар витĕр çӳрерĕм, пĕр. сапаклăх (на одну кисточку) мерчен тупмарăм. Сунчел. † Пичче пӳрчĕ мерчен пӳрт, сăран атăсăр пăсăлас çук. Ст. Чек. Мерчен куçлă куккук [„(мерчен —) драгоценный камень = хĕрлĕ хаклă чултан тунă шăрçа“]. Микушк. † Мерчен куçлă куккук авăтнипе хурамаллă (поросший вязами) улăх ян каят. Т. VI. Мерчен куçлă куккук. (Из наговора. Тюрл.). М. В. Васильев. Мерчен шăрша — хĕрлĕ шăрша (авалхи). Сред. Юм. † Пичче хапхинчен кĕнĕ чôх мерчен сапса кĕтĕмĕр. Альш. † Иç каймăттăм пасара, ахахпа мерчен йыхăрат. Буин. † Тарăн шыва кĕтĕм: тарăн, тесе, вуникĕ мерчен пур, тесе. N. Мерчен — йăлтăрка шăрçа. Сунчел. † Тӳрече çинче ларакан хăй та (так!) мерчен çуха юсакан. || ПВЧ. Йĕс мерчен пек („подобного медному бисеру“) савнине асăнман кун иртмерĕ. См. кăркка мерченĕ. || Яз. Имя женщ. Т.-Е.-Шем. Мерчен (мэрζ’эн’). || Фамильное прозвище. Ст. Чек.

мулахай

(-hаj), малахай. Нюш-к. Мулахай (авалхи чăваш çĕлĕкĕ) ăшĕнче ӳстернĕ. Стюх. † Виç хулхаллă мулахай Шăмăршăсен ачисен. Сенчурк. † Тил мулахай, тил мулахай, тутар мулли пуçĕнче. Рак. Пĕр мулахайăн хĕрĕх саплăк (вар. шăтăк. Мунча чулĕ). КАЯ. Киле пырсан, анне аттене юмăç мĕн каланисене каласа кăтартрĕ те, атте: ах-ха-хай, мулахай, мулахай тăрри шĕп-шĕвĕр! тесе хуйхăрса ячĕ. Н. Карм. Мулахай, башлык, шапка с ушами. Такмак. Çĕлĕк çукки мулахайпа. N. Мулахай, мулахай, мулахай мана сурăх пач. Сурăхне Атăла ятăм та, Атăл мана пулă пач. (Сăвă). См. мулаххай.

мунча кĕлли

банная молитва. Т.-И.-Шем. Мунча кĕлли. Мунчи кĕленче, милĕкĕ пурçын, чулĕ (каменка) мерчен, ашши шерпек (так!) пек пултăр; тутли шала, йӳççи тула пултăр!

мунча чулĕ

каменка в бане. Юрк. Черккине тепĕр хут тултарсан, каллех кӳршине тыттарат. Ку та тыттарнă чĕрккине мунча чулĕ çине сапнă пек, çăварне ывăта парат (т. е. сразу). Пазух. Сатра пулнă хăйăр чул, тем чул çирĕп пулсан та, мунча чулне çитес çук (не сравнится). Трхбл. Пĕр çĕлĕкĕн хĕрĕх саплăк. (Мунча чулĕ). || Назв. черных камней.

мăнаçи чол

назв. камня. Якейк. Мăнаçи чолне сăрашне (= сăра ăшне) ярсан сăра лайăх полать, теççĕ. (Çĕпре амĕш манерлĕ чол). Шибач. Мăнаçи чолĕ = аçа çольă (Пшкрт), аçа чулĕ (Трхбл.).

йӳн

(jӳн'), бодрость, крепость, сила (духа), здравомыслие. Сред. Юм. Йӳнĕ пĕтнĕ = йӳтенĕ. || Сред. Юм. Йӳнĕ пĕтнĕ. Он уже лыка не вяжет (о пьяном). || Пригожество, decus. К.-Кушки. † Йыснаçăмах Иван пур, çӳçе-пуçĕ йӳнĕ çук: вилнĕ чавка тĕкĕ пек. Альш. † Тути-çăварĕ йӳнĕ (scr. йунĕ) çук: çĕпре кăкшăм çăварĕ пек. Стюх. † Алли-ури йӳни çук, катăркасăн тăрри пек (о женихе).

йӳçĕле

из кислого теста. О сохр. здор. Çăнăхпа шыв çине çĕпре, кăвас чусти ярса, пĕрер çур талăк йӳçĕтсен, ăна: йӳçĕле çимĕç, тетпĕр. См. тутлăла.

йрăм

полоса; снизка. См ярăм. Изамб. Т. Манăн кĕпе йăрăм-йăрăм чăпар. У меня ру бшка пестрая, с полосами. Орау. Чулĕ çинче ал тымаþ пек йăрăм-йăрăм шур йĕрсем пур. По камню проходят полосами белые жилки. Ib Манн тӳшек пичĕ йăрăм-йăрăм хĕрлĕ, пĕтĕмпех шурă мар. Ib. Йăрăм-йăрăм хĕрлĕпе кăвак хутăш (состоит из красных и синих полос, без белого). Хурамал. Пирĕн тырă суха касси тăрăх йăрăм-йăрăм шăтнă (= тӳрĕ, рядами). Калашн. 26. Çуремелли чатăрсен йăрăм аркисем. Ау. 295. † Ах тантăшăм (çавă)! ярăнсах утса пынă чухне йăрăм шăрçанăн курăнтăн. Образцы. 109. Хура пӳртĕн маччисем йăрăм-йăрăм хăрăмĕ. Потолок черной избы (избы почерному) покрыт полосами сажи. Тип-Сир. Йăрăм-йăрăм йăлта (надо: йăлт та) йалт. (Çиçĕм çиçни). Шел. 70. Хĕвел шевли йăлтăртатса... йăрăм-йăрăм вĕлтертетсе... куç çутине çисе тăрать.

вырăнне

вместо, за, на место. О сохр. зд. Мĕн тухнă вырăнне. Вместо того, что выходит. Юрк. Эсĕ çырасси вырăнне çывăрса ларатăн, тет. Рукоп. календ. Прокоп. Пилĕк пăт чĕкĕнтĕр пĕр пăт утă вырăнне тăрать (заменяет). N. Ăна панине çухалнă вырăнне хур (считай за потерянное). N. Тырă пулман вырăнне. В возмещение неурожая. Макка 211. Унтан тата унăн тупăкне илсе тухнă вырăнне мунча чулĕ хураççĕ. Ала 92. Çакă пичĕшĕн арăмĕ, çакă тăлăхсен инкĕшĕ, амăшĕ вырăннех пулса тăнă (заменяла им мать). Ау 17. Вăл çичçĕр пăтлă арман чулне кушак вырăнне анчах хурат (считает за кошку, т. е. такая тяжесть ему нипочём).

вăрттă-варттă

подр. верчению жернова. Т. П. Загадки. Вăрттă-варттă, арки вĕçĕ хăйулă. (Арман чулĕ).

уйрăм

ойрăм, отдельный, отдельно; разница; особенно: часть. Г. Т. Тимоф. Санпа манăн уйрăмми мĕн пур? Что у меня с тобою не общего? (т.-е. все общее). IЬ. Санпа манăн хутлăхра мĕн уйрăмĕ пур? Какая разница между мною и тобою? Шел. П. 66. Çавăнпа вăл пире (холст) кашни вилĕшĕн хăйне уйрăм парне туса каснă, çĕлесе тăхăнма çиппе йĕп те чиксе хунă. Юрк. Чăвашсем ытти çынсене пăхнă çĕрте хăйсене уйрăм çынсем иккенне вырăссем чăвашсене тĕне кӳртнĕ вăхăтсенче тин пĕлсе çитнĕ. Б. Араб. Б. Унăн тĕсĕ хăраман çынна хăрушă та мар иккен (оказывается): ахаль ват çын тĕсĕнчен пĕрте уйрăм мар. Орау. Икĕшĕ пĕр-пĕрннчен уйрăмах, никам та: пĕр тăван, тесе калас çук. Юрк. Çуккисенĕн туй йĕркисем пуяннисене пăхнă çĕрте нумай уйрăм. || Разница. Юрк. Ку чӳкре уйрăмĕ çавă: хĕле кĕнĕ йĕркепе чӳк тунă чухне турă çулне укçа улăхтараççĕ. Тимерс. Вăрă хĕрнĕ ясар хĕр çак вăйăра уйрăм пур. Çутт. I, 115. Алмаспа çĕпре-амăшĕн уйрăмми мĕи пур? N. Хĕртен хĕр уйрăмĕ пур. Девица девице рознь. || Особенно. Ольга. Вăл ĕçсем уйрăмах паллă тăраççĕ, пире те ырра вĕрентеççĕ. Юрк. Хуран яшки парпа пиçнĕрен, уйрăм тутлă пулать. Тĕтĕм тути каламас. Хыпар № 9, 1906. Анчах вĕсен тĕнĕ вырăссеннинчен кăш уйрăмтарах. Халапсем. Акнă пĕр тыррисем ĕлĕкхине пăхнă çĕрте уйрăм темĕн тĕрлĕ вăйлă аван пула пуçлаççĕ IЬ. Çĕнĕ çуралнă чунсем уйрăм аванăн курăнаççĕ. IЬ. Чăваш лашисем уйрăм вак пулаççĕ. || Отдел, часть Жит. св. янв. Вăл, хăй виличчен, пĕр кĕнеке çырса хăварнă, вăл кĕнекере тăватă уйрăм (четыре отдела).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

дрожжи

сущ.множ.
çĕпре; пивные дрожжи сăра çĕпри; тесто на дрожжах çĕпре чусти ♦ как на дрожжах растёт куç умĕнчех ӳсет

жёрнов

сущ.муж., множ. жернова
арман чулĕ

кремень

сущ.муж.
вут чулĕ

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

аэролит

аэролит, аçа чулĕ.

кремень

-мня вутчуль, вут чулĕ.

фермент

фермент (апат-çимĕçе ирĕлтерме организм кăларса тăракан шĕвек, органикăлла кăткăс япала (çĕпре т. ыт.).

бродило

йӳçĕтекен япала, çĕпре.

булыжник

шурă чул, какăр чул, çĕпре амăш.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

адский

прил. разг. 1. (злобный, коварный) усал, киревсĕр; адский замысел çав тери киревсĕр шухăш; 2. (черезмерный) питĕ вăйлă, чăтма çук; адский холод чăтма çук сивĕ; адский камень уст. тамăк чулĕ, ляпис.

брусок

м. 1. уменьш. от брус 1; 2. (точильный) хăйра, хăйра чулĕ (тăваткалли); катăк, татăк (тăватă кĕтесли); брусок мыла супăнь катăкĕ.

винный

прил. эрех ⸗ĕ [⸗и]; винный запах эрех шăрши; винный камень иçĕм çырли эрехĕн чулĕ; винная кислота эрех кислоти; винная ягода типĕтнĕ фига çырли, инжир.

голыш

м. 1. разг. çара пакка, çаппа-çарамаç çын; 2. (камень) çĕпре чулĕ, нăх чулĕ, яка чул.

гробовой

прил. тупăк ⸗ĕ [⸗и]; гробовой камень тупăк чулĕ; ◇ гробовой голос тискер сасă; гробовая тишина или гробовое молчание тупăкри пек шăплăх; до гробовой доски виличчен, çĕре кĕриччен.

дрожжи

мн. çĕпре.

жёрнов

м. арман чулĕ.

известняк

м. известь чулĕ, акшар чулĕ, шăнкал.

каменка

ж. 1. чул кăмака (мунчан); 2. мунча чулĕ (шыв сапмалли).

камень

м. 1. чул; драгоценный камень хаклă (йышши) чул; 2. (надгробный) чул палăк, чул юпа, масар чулĕ; 3. чаще мн. камни мед. чул (ăшчикри чир пирки чулланса ларнă вырăн); ◇ камня на камне не оставить 1) тĕпĕ-йĕрĕпех тустар, тĕппипех ишсе тăк; 2) пĕтĕмпех пĕтерсе хур, çапса хуç; держать камень за пазухой тавăрма ĕмĕтленсе пурăн; бросить камень (или камнем) в кого-л. çынна айăпла; упасть камнем чул пек персе (е татăлса) ан; краеугольный камень тĕп никĕс; камень на сердце хуйхă, хуйхă-суйхă; у меня камень с души свалился чĕрем лăштах кайрĕ.

кремень

м. 1. мин. вутчуль, вут чулĕ; 2. перен. разг. (о человеке) вутчуль пек çирĕп çын, хытă çын.

литографский

прил. литографи ⸗ĕ [⸗и]; литографский камень литографи чулĕ; литографские краски литографи сăрĕсем.

лунный

прил. уйăх ⸗ĕ [⸗и]; лунное затмение уйăх тĕттĕмленни; ◇ лунный камень мин. уйăх чулĕ (кăвак тĕслĕ).

мельничный

прил. арман ⸗ĕ [⸗и]; мельничный жёрнов арман чулĕ.

могильный

прил. масар ⸗ĕ [⸗и]; могильный камень масар чулĕ; ◇ могильная тишина масарти шăплăх.

палец

м. 1. пӳрне; большой палец пуç пӳрне; указательный палец шĕвĕр пӳрне; средний палец вăта пӳрне; безымянный палец ятсăр пӳрне; отпечатки пальцев пӳрне йĕрĕ; 2. тех. (валик, стержень) шăл, тĕнĕл, палец (машинăсенче); ◇ чёртов палец качă-мăчă, аçа чулĕ; глядеть на что-л. сквозь пальцы курмăш пул; знать как (свой) пять пальцев тĕплĕ пĕл; обвести вокруг пальца чикĕ тăршшĕ ларт; пальцем не шевельнуть пӳрнепе те ан хускат (пĕр-пĕр ĕç тăвас тесе); палец о палец не ударить пачах ним те ан ту; пальца в рот не клади кому-л. сыхлан; пальцем не тронуть пӳрнепе те ан тĕкĕн (кама, мĕне); пальцем показывать на кого-что-л. тĕллесе кăтарт; по пальцам пересчитать можно пӳрнепе шутласа тухма пулать.

песчаник

м. геол. хăйăр чулĕ.

точило

с. хăйра (чулĕ тата станокĕ).

точильный

прил. хăйра ⸗ĕ [⸗и], хăйрамалли; точильный камень хăйра чулĕ.

фундаментный

прил. никĕс ⸗ĕ [⸗и], никĕслĕх; фундаментный камень никĕс чулĕ.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

вут

«огонь»; др. тюрк. от (оот), туркм. оот, якут. уот, КБ, МК, тур., уйг., кумык., кирг., казах., к. калп., ног., алт. В, ойр., тув., хак., шор, от, АФТ, азерб. од, узб., башк., тат. ут «огонь»; чув. вут чулĕ, кирг. оттук таш, тув. оттук-даш, ойр. отык maш, хак. отых mac, ног. отлык mac, у. кумык., карач. отлук таш «кремень» (кремень употреблялся для высекания огня); ср. монг. утаа(н) «дым»; утха «происхождение от одного очага или семьи» (Филология и история монгольских народов. Памяти Б. Я. Владимирцова, 1958, стр. 190); ср. авест. атар, пол., болг., серб.-хорв., рум., венг., укр. обл. ватра «костер»; «очаг».

чул

«камень»; арман чулĕ «жернов»; в тюркских языках таш, якут. тacчул тяготеет к монгольскому яилагун (письм.) чулу(н), бур.-монг. чулун, шулун, яолу, игулу (Подгорбунский); калм. теермин чолун «мельничный жернов».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Çĕпре яр

Çĕпре яр подливать / подлить масла в огонь; син.: çунакан вутта çу сап.

Шăл шурри те ан кăтарт

Шăл шурри те ан кăтарт [ан уç] не улыбнуться.
Хĕр çийĕнчех шăл шурри те кăтартмарĕ, ерипен çаврăнчĕ те тăлăх йăмра патнелле утса кайрĕ. П. Львов. Пайгусов шăл шурри те уçмарĕ. Унăн тĕксĕм сăнĕ-пичĕ çырмари хăйăр чулĕ пек хытса ларчĕ. А. Ĕçхĕл.

Ят çĕкле

Ят çĕкле 1. носить имя кого; 2. быть видным.
1. Урçа ячĕ йывăр ят, Урçа ятне çĕкличчен Арман чулĕ çĕклес-мĕн. Н. Никольский. 2. Саркаланма сар кĕрĕк, Пуçтарса çыхма — симĕс пиççи. Ят çĕклеме — яштак пӳ, Хурлăх курма — çамрăк пуç. Чăваш халăх сăмахлăхĕ.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

ахăрсамана

п.п., куçăм. Пăтравлă вăхăт; тăнăçсăрлăх, йĕркесĕрлĕх (хĕсĕрлев, вăрçă-харçă, çапăçу-хирĕçӳ, çил-тăвăл т.ыт.те). Директора ларсан пĕр Тăмана, ... пуçланчĕ ахăрсамана //К-н, 1972, 5 /, 9 с. Ахăрсаманара хур курнă [Пуçелĕк]. КЯ, 1.05.1989, 3 с. 20-мĕш ĕмĕрти чи пысăк ахăрсаманаОктябрьти социализмла революци. В.Эктел //Я-в, 1992, 9 /, 28 с. Хальхи оппозици çак ахăрсаманара (тен, саманине оппозици хăй ытлашши ахăрттарать.) влаçа ларсан... Х-р, 20.10.1992, 1 с. Çул çитмен çамрăксене ахăрсамана алхастарать-ши. А-д, 17.12.1999, 1 с. — Сталин ахăрсамани (КЯ, 1.05.1989, 3 с.; Я-в, 1991, 6 /, 10 с.), 1937 çулхи ахăрсамана (Х-р, 29.09.1992, 3 с.); 1812 çулхи ахăрсамана (Я-в, 2002, 9 /, 87 с.); — ахăрсамана синкерĕ (КЯ, 22.10.1989, 3 с.); «ахăрсамана» вăхăчĕ (Х-р, 21.08.1998, 1 с.), ахăрсамана чулĕ (Н.Ишентей, 1997, 57 с.).

ахăр самана

п.п., куçăм. Пăтравлă вăхăт; тăнăçсăрлăх, йĕркесĕрлĕх (хĕсĕрлев, вăрçă-харçă, çапăçу-хирĕçӳ, çил-тăвăл т.ыт.те). Директора ларсан пĕр Тăмана, ... пуçланчĕ ахăрсамана //К-н, 1972, 5 /, 9 с. Ахăрсаманара хур курнă [Пуçелĕк]. КЯ, 1.05.1989, 3 с. 20-мĕш ĕмĕрти чи пысăк ахăрсаманаОктябрьти социализмла революци. В.Эктел //Я-в, 1992, 9 /, 28 с. Хальхи оппозици çак ахăрсаманара (тен, саманине оппозици хăй ытлашши ахăрттарать.) влаçа ларсан... Х-р, 20.10.1992, 1 с. Çул çитмен çамрăксене ахăрсамана алхастарать-ши. А-д, 17.12.1999, 1 с. — Сталин ахăрсамани (КЯ, 1.05.1989, 3 с.; Я-в, 1991, 6 /, 10 с.), 1937 çулхи ахăрсамана (Х-р, 29.09.1992, 3 с.); 1812 çулхи ахăрсамана (Я-в, 2002, 9 /, 87 с.); — ахăрсамана синкерĕ (КЯ, 22.10.1989, 3 с.); «ахăрсамана» вăхăчĕ (Х-р, 21.08.1998, 1 с.), ахăрсамана чулĕ (Н.Ишентей, 1997, 57 с.).

Çавăн пекех пăхăр:

çĕпре амăш çĕпре сăмса çĕпре тăрри çĕпре чоль « çĕпре чулĕ » çĕпре шывĕ çĕпрел çĕпреле çĕпрелен çĕпрелентер

çĕпре чулĕ
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150