йышши
1.
похожий, подобный
сан йышши çын — человек, похожий на тебя, подобный тебе
çакăн йышши ыйтусем — вопросы такого рода
тепĕр
3.
еще, еще один
тепĕр çакăн чухлĕ — еще столько же
тепĕр темиçе кунтан — несколько дней спустя
тепĕр самантран — через мгновение
тепĕр тĕслĕх илсе кăтарт — привести еще один пример
тепĕр хут — еще раз, вновь, опять
тепĕр хут кала — повторить сказанное
ыйтăва тепĕр хут пăхса тух — пересмотреть вопрос
çак
2.
этот, тот (о ком или о чем говорилось ранее)
ĕçрен тин таврăннăччĕ çак — он только было вернулся с работы
çакскер — вот этот самый, он самый
çакăн хыççăн — после этого
çакна ан ман — не забывай об этом
çак
◊
çак кунсенче — на этих днях (в будущем)
çакăн пек —
1) такой
мана шăпах çакăн пек костюм кирлĕ — мне нужен точно такой костюм
2) так
ăçта васкатăн çакăн пекех? — куда ты так спешишь?
çак таранччен — до сих пор
çак тарана çитсе — до сих пор, покуда прост.
çакăншăн, çакăн пирки — из-за этого
çакăнпа пĕрлех — вместе с тем
çакăн чухлĕ — столько, в таком количестве
çакна май — в связи с этим
çакăн
1.
висеть
çакăнса тăр — висеть, свисать
маччаран лампа çакăнса тăрать — с потолка свисает лампа
Пӳрт айккинче хура çĕлен çакăнса тăрать. (Çивĕт). — загадка За домом висит черная змея. (Женская коса).
çакăн
2.
цепляться, зацепляться
повисать
урапаран çакăн — уцепиться за телегу
хулран çакăн — виснуть на руке у кого-л.
çакăн
3.
вешаться
давиться разг.
çакăнса вил — повеситься
çакăнтар
понуд. от çакăн
мăй
◊
мăй касси — сорвиголова
мăй юхни — мед. золотуха
манăн ĕç мăй таран — у меня дел по горло
мăйран çакăн — вешаться на шею
мăй таран çисе тултар — наесться до отвала, быть сытым по горло
мăйна пăрса татăп! — я тебе голову оторву!
çакăн
удавиться, повеситься
çакăнса вилнĕ çын – удавленник
саплĕ
(сапл’э̆), сабля. Альш. Чуратч. Ц. Вĕлерсен, çакăн виллине укçа патне хуралăç пек туса, аллине саплĕ тыттарнă, тет.
сып
хлебать. ЧС. Шыв парсан çăварĕпе сыпат та, сăмсинчен юхса тухат (лошадь). Юрк. † Çак тăвансем асма (= асăма) килнĕ чух сыпаймарăм ăснă кашăкăма. Алших. Кĕселне сыпсан, кĕсел пĕçернипе, сĕт сыпма каçнă чух пурте кĕсел ăшне кĕрсе вилеççĕ, тет. Трхбл. † Хамăр тăван аса килсессĕн, сыпнă яшкамсене çăтаймăп. N. Анне те пер çăмарта илсе çирĕ, тата пăртак сĕт сыпрĕ. Янтик. † Шĕлешен-кайăк чĕппи мĕн çийĕт? Тулă пĕрчи хыпать, сĕт сыпать. Пирĕн аппа-йысна мĕн çиет? — Кулаçне хыпать, пыл сыпать. ТХКА 60. Ирхине тăрсан, пит-куçа çусан, тин уçланă уйранпа сыпа-сыпа, серте-çăмах яшки çисен... Качал. † Пирĕншĕн, апай, ма макрас? Ларас-сăвас ĕне мер, сыпас-çияс сĕт мер. N. † Сыпма та çук син-пыл пĕçерет, тухма (та) çук хуçи тарават. Б. Хирлепы. Сыпса çимелли апатсем, жидкие блюда. О сохр. здор. Тата кирек камăн та: чирлин те, сыввин те, шыва çăвара сыпса çумалла мар (не следует). Сĕт-к. Пĕр чĕлĕ çăккăр касса илтĕм те, твар пуçса шупа сыпса çиса ятăм. || Выпить. Юрк. Эх, сыпмасăр тӳсесси те пит хĕн çав. Эпĕ акă вырăн çук чухне: вырăн çук, тесе, ĕçетĕп. Ib. Сан пек вырăнта пулсан, эпĕ, чăнласах та, сыпса та пăхмăттăм, тет. Ск. и пред. 44. Сыпасчĕ-çке пăртак йӳççине çакăн пек ĕç хыçĕнчен. || Церковный термин: причащаться. || Переносно. ЧС. Ун чухне Пăла (река Була) ейĕве тухас пек сыпса тăрат, тет. П. Яндоуши, Б. Крышки. Каткара шыв сыпса тăрать. Вода в кадке вровень с краями, т. е. она готова пойти через край. Ib. Ма тулли ямастăн? — Халь те сыпсах тăрат вĕт. Что наливаешь неполно? — Итак уж вровень с краями.
сунарçă
(-з'ы̆), охотник. Хурамал. Пĕр çакăн сунарçă ывăлĕ пулнă, тет. N. Пирĕн кĕлле сунарçăсем çав хăйăр тĕмисем çине хăваран хӳшĕсем туса хураççĕ. Дик. леб. 44. Сасартăк тусем хушшинче сунарçăсем (кайкçăсем) кăшкăртнă трупа сасси илтĕнсе каять. Перев. Пĕр ватă сунарçăн калаçма вĕреннĕ шăнкăрчă пулнă.
сурăх-ури
сорăх-ори, сурхури, сорхори (-h-), букв. — „овечья нога“. Зимний праздник молодежи, сопровождавшийся в недавнем прошлом гаданием, когда впотьмах в хлеве ловили руками за ногу овец. Прежде (по крайней мере в северной части Чувашии) он совершался в З-ю пятницу после Николина дня (6 дек. по ст. ст.), а позднее в одних местах сурхури стали называть ночь под рождество, в других — ночь под новый год, в третьих — ночь под крещенье. Помнили и старое время празднования сур-хури, т. е. З-ю пятницу после Николы. В общем, праздник этот по времени совпадал с русским рождеством и святками с их гаданиями и уже представлял смешение чувашского и русского праздников. На этом основании русский христианский праздник рождество (в чувашской переделке „раштав“) в некоторых местах чуваши назвали словом сурхури или сорхори (сорхори конĕ — 25 декабря по ст. ст.). Последнее название известно в северной части Чувашии, а слово раштав в этом значении там не употребительно. В южных частях, напротив, рождество почти исключительно обозначается словом раштав, а сурхури означает лишь гаданье под новый год (сурхури тытни). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ сурăх ури тытаççĕ. Картара, тĕттĕм çĕрте, шур сурăх тытсан, ул арăмĕ сарă пуласса пĕлтерет. Хĕрача тытать пулсан, упăшки сарă пулассине пĕлтерет. Камăн сурăхĕ хура, улă арăмĕ хура пулассине пĕлтерет. Суккăр, уксах сурăх лексен, арăме çуккăр, уксак пулассине пĕлтерет. Бисяр. Çĕнĕ-çул каç тĕттĕм çĕрте сурăх ури тытаççĕ: кама шурă сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ шурă пулать, теççĕ, кама хура сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ хура пулать, теççĕ. Шарбаш. Сурăх-урисем те, çăварнисем те лайăх иртертĕмĕр, N. Сорăх-орисĕр, раньше святок. Ала 30. Ачасен юри. Çиттĕр, çиттĕр сурăх-ори, сурăх-ори, сурăх-ори терĕмĕр, сорăх-ори çиттĕр, ай, курăнать, атьăр тухăр, ачасем, урам тăрăх кайăпăр, килĕрен киле çӳрĕпĕр, килĕрен кукăль чӳклĕпĕр; мучи пире кӳртетни. Кӳртмесессĕн, каятпăр; кӳртет, кӳртет, ан кайăр; кинемей, пире кукăль пар, паратни та памасни, кукăль парсан, каймаспăр; парать, парать, ан кайăр. Ib. 100. Сорăх-ори йорри. Сорăх-ори Кĕркори, Ваççа хĕрĕ Варвари, Тӳми çохи латтым çок, кĕтĕмĕр те тохрăмăр. Пĕри така, тепĕри пытяк, мекекек, мекекек! Шурăм-п. Сурăх-ури чухнехи вăйăсем. 1. Пуслăх тăратса йăвантараççĕ: арçын пулсан, пуслах йăваннă енчен хĕр илет; хĕр пулсан, çав енне качча каять. 2. Пуçа путалка тăхăнса уçă хапхаран тухаççĕ: ниçта лекмесĕр тухса кайсан, хусах — çак çулта авланать, хĕр — качча каят, тухаймасан — çук. З. Пӳрт умне кайса итлеççĕ. Укçа шутланнине, укçа сасси илтес пулсан, (пуян çĕртен илсе) пуян çĕре кайса, пуян пурăнмалла. 4. Ампар умне кайса итлеççĕ: тырă юхнине илтсен, пуян çĕре каятăн, кушак-кайăк кăштăртатнине илтсен, чухăн çĕре каятăн. 5. Йĕтем çине выртса итлеççĕ: пуртă сасси илтсен, тепĕр çĕн-çулччен вилетĕн. 6. Çăл кайса питреççĕ. Упăшка пулас ача çĕрле тĕлĕкре çăл уççи илме пырать. 7. Таса юр çине кайса выртса, хăйсен кӳлепине хăвараççĕ. Ирччен çавăнта тыр пĕрчи пырса выртас пулсассăн, аван çĕре кайса, пуян пурăнатăн, йытă пăх мĕн тупсан — вилетĕн. 8. Чăх тытаççĕ. Малтан урайне çатмапа шыв, çăкăр, тенкĕ, кăмрăк, кĕл хываççĕ. Вара, чăххисене ярсан, вĕсем мĕн сăхнине пăхаççĕ. Çăкăрпа тенкĕ (украшение из серебояных монет) сахсассăн, пуян çĕре каятăн, кĕлпе камрăк сăхсассан, чухăн çĕре каятăн. Шыв ĕçсессĕн, эрех ĕçекен çынна каятăн; чăхху, урай çине ярсан пăтратса вĕçсе çӳрес пулсассăн, упăшку вĕçкĕн (çăмăл çын) пулать, лăппăн çӳресен, йăваш, лайăх çын пулать. 9. Аслăк çинчен улăм тухса çыртаççĕ. Камăн тырă пĕрчиллĕ лекнĕ, çавă пуян çĕре каять, пушши лекнĕ пулсассăн, чухăн çĕре каятăн. 10. Чашăк çинчи шыв çине çурта ирĕлтерсе яраççĕ. Çурта тăмламĕ шыв çинче путса чашăк тĕпне тивес пулсассăн, качча каятăн; путмасассăн — каймастăн. Çурта тăмламĕ сивĕнсен, çӳле хăпарать. Вара, çак тирĕк тĕлĕнче тăрсассăн, пуян çĕре каятăн, кăмрăкпа кĕл тĕлĕнче тăрсассăн, чухăн çĕре каятăн. 11. Кĕнчелеççи çинчен сус туртса илсе, хуллен йăвалаççĕ те, çунтараççĕ. Кĕлĕ çӳлелле хăпарас пулсассăн, авланатăн, çӳле улăхмасан — авлаймастăн. Кĕл сарă пулсассăн, матку сарă пулать, кĕл хура пулсассăн, матку хура пулать. 12. Шăтăрнак шутлаççĕ. Пĕр хушăра мăшăр тухсассăн, ху та мăшăрланатăн, мăшăр тухмасан — авланаймастăн. 13. Улăм пĕрчисене çатма айне хурса нăриклеттереççĕ. Çав упăшка пулас ачан ятне каласа парать. Улăм пĕрчи миI ми! киI киI тет. Хĕрĕ: манăн упăшка пуласси Микит, тет. N. Хĕрсем сурхурине хăмла парсан: пирĕн те каяс, эпир те сурхурине хăмла панă, теççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм сорхори тепĕр конне, декабĕрĕн 26-мĕшĕнче. Чертаг. Сôрхори, сôрхори, пĕр вĕç вакра, пĕр вĕç картара. Тораево. Ме, ме, сурхури, çулталăкра пре (= пĕрре) килет, юрлăр, юрлăр, ачасем. Куклĕ парас сасси пур: парать-и, памасть-и? Парать, парать, ан кайăр. (Из „сурхури юрри“). Якейк. Сорхори чопнă чох ачасам кашнă çын панчех коккăль татăксем кăсия чикеççĕ. Каран çав коккăльсене сорăхсене параççĕ. Çапла тусан сорăхсам лайăх порнаççĕ, хонаççĕ, теççĕ. Бгтр. Сурхури ачисем — ребята, бегающие в этот праздник по домам. Пир. Ял. Улахра сурхури кукăли çинĕ чух чухăн ачисемпе пуян ачисем хушшинче тавлашу тухса каять. Абаш. Сорхори чох килтĕм. N. Сорхори кон килтĕм. Пришел (приехал) в день рождества. N. Сорхори витри — симĕс витри, симĕс витри коптăрт! тет, айта, тантăш, киле кас (= каяс). N. Тепĕр эрнерен сорхори салачĕ поçтаратпăр. Бгтр. Сурăх ури. Ӳте кĕнĕ кун (первый день мясоеда, т. е. день рождества) каçпа ачасем урама пуçтарăнса тăраççĕ. Вара такмакпа хутаç тупса тухаççĕ те, урамăн чăн хĕрĕнчи пӳртрен пуçласа, килрен киле кĕрсе çӳреççĕ. Çӳренĕ чух ĕлĕкрех: „сурăх ури, сурăхсам питек туччăр-и, арăмсам ача туччăр-и, хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и!“ тесе кăшкăратьчĕç. Халĕ пирĕн апла кăшкăрма пăрахнă. Пӳрт-умне хăпарсан, унта сикеççĕ, тĕпĕртетеççĕ. Вара пӳрте кĕреççĕ те, тропарие кондак юрлаççĕ, ĕлĕкрех апла юрламасчĕç. [Здесь приведено описание сурхури до Октябрьской революции, в переходный период от язычества к христианству, когда старый народный обычай уже стал вытесняться и заменяться обычаем „славления христа“. Ред.]. Юрласа пĕтерсессĕн: „пăрçа çакăн çӳлĕш пултăр“, тесе, пăрçасене чăштăр-чаштăр çӳлелле сапаççĕ. Пӳртре кĕçĕн-çын пулсан, е хăна-хĕр пулсан, ăна та пăрçапа сапаççĕ. Вара: кĕрпе пур-и? çу пур-и? тăвар пур-и? тесе ыйтаççĕ. Вара вăсене пăрçа, кĕрпе, тăвар, тата хăшĕ çу параççĕ. Тухса кайнă чух сурăх-ури ачисем: „сак тулли ачи-пăчи, урай тулли питекки, пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕçĕ картара“, теççĕ. Пур çын патне те кĕрсе пĕтерсен, пĕр яракан çын патне килеççĕ те, пăрçапа пăтă пĕçерме тапратаççĕ. Кашни кĕтшер (понемногу) вутă йăтса килеççĕ, тата хăйне валли кашăк илсе килеççĕ. Апат пиçиччен ачасем темĕн тĕрлĕ те выльляççĕ, юрлаççĕ. Пиçсессĕн, çуллă туса çиеççĕ, вара киле тавăрăнаççĕ. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç: юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке туса хăваратьчĕç. Тепĕр кунне ирех кайса пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă е кĕрĕк мĕн (= кирек мĕн) таптана, вараланă пулсан, çавă вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. Хурамал. Сурăх-урине çĕнĕ çулпа крещение хушшинче тăваççĕ. Хĕрсем нумайăн пухăнса салат пухса сăра тăваççĕ. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. Унта пасар çăнăхĕнчен (из крупчатки) вĕтĕ йăвасем пĕçереççĕ, вăл йăвасене чепчек теççĕ (тутарла). Каç пулсан ват çынсем пухăнаççĕ. Вăлсем укçа параççĕ те, вăсене хĕрсем сăра ĕçтереççĕ. Ваттисем кайсан, çамрăксем ĕçме тытăнаççĕ, купăс-кĕсле каласа ташлаççĕ, сăра ĕçеççĕ, çупа икерчĕ çиеççĕ, чепчек валеçсе параççĕ. Унтан хĕрсем каяççĕ сурăх-ури тытма. Сурăхсем хупнă витене кĕреççĕ те, камăн аллине мĕлле сурăх лекет, пĕрер сурăх тытса, мăйне паллă япала çыхса яраççĕ. Тепĕр кун кайса паллаççĕ: ватă сурăх лекни, ватă качча каять, теççĕ, çамрăк сурăх лекни çамрăк çынна каять, теççĕ. Унтан анкартине каяççĕ, капантан тырра шăлпа çыртса туртса илеççĕ те, пучахне йăваласа, тĕшшине суса пăхаççĕ: тĕшши ытă (нечет, непарно) тухсассăн, тепĕр çулччен качча каймасть, тĕшши тĕкел (чёт, парно) тухсан, качча каять, теççĕ. Унтан каяççĕ пуян çын çурчĕ патне, кĕлечĕ хыçне тăрса итлеççĕ: пуян пурăнас пулсан, укçа сасси илтĕнет, теççĕ; çавна: тăн итлерĕмĕр, теççĕ. См. Магн. М. 97.
сорм-сăри
сорăм-сăри, назв. пива, которое варилось для моления „сурăм“, и самого моления. Кумачал. Чăвашсем, çак мăн киремете чӳк тăвакансем, çакăн пек чӳксем тунă: мăн чӳк, киремет, сорм-сăри туса ĕçнĕ, тата юсманпа чукленĕ. Ib. Пуçтарăнса çитсен, малтанхи кун сорм-сăри тăваççĕ, çав сăрана тума пурте салат, хумла исе пыраççĕ.
сăх
(сы̆х, сŏх), клевать. Çамр. Хр. Çакăн пек çанталăксенче йăвăç турачĕсем ниçта сăхми вырăн юлми шăнса пăрланса лараççĕ. Сред. Юм. Чăх толă пĕрчи сăхать (клюет). Якейк. Чăх-чĕппи çăмарта шăнчен (= ăшĕнчен) тохиччен валтан çăмартая сăхать. N. Çавăнта сана вĕçен-кайăксем пыраканĕ пĕри сăха-сăха кайĕç. КС. Хур сăххăрĕ. Гусь ущипнул. Буин. Карташне кĕрсен, эпĕ ăна ятăм та, сăхасран хăраса часрах пăлтăр алăк патне чупса кайрăм. Изамб. Т. Çын вилет — усем çăхан пек сăхса илеççĕ (попы). || Кусать, жалить. Орау. Тутана шăна сăхса шыçтарчĕ. Ал. цв. 13. Чĕтĕресе кайса, чĕрине темĕскер сăхнă пек, йĕрсе ярать. || Рук. Календ. Прокоп. Урнă йытă çыртсан, çĕлен сăхсан, пĕр хăрамасăр часрах çыртни вырăнти юна çăварпа сăхса илсе, сурса пăрахас пулать. || Жечь (о крапиве). Тораево. Карта витĕр кăшкăртать. (Вĕтрен сăхни). || Давить гнид гребнем или двумя ногтями. N. Сăхмассерен пĕр-ик шăрка вĕлерет (гнид убивает гребнем). || Бить. КС. Вăл та пулсан пырса сăхатех. И он тоже бьет (о малосильном или ребенке в драке). || Делать отметку. КС. || Колоситься. Собр. † Ыраш пуçах сăхнă чух çара аллăн ан тытăр. Баран. 27. Ыраш икĕ эрне ешерсе ларать, икĕ эрне пуçах сăхать, икĕ эрне шăркине тăкать. || Вышивать глазки (об узоре). См. тĕрĕ. Нюш-к. Тĕрре сăхса тухман-ха, теççĕ. Вăл тĕрĕ куçĕсене симĕс, кăвак, чакăр, е хĕрлĕ лартса тухман тени пулать (отдельные участочки узора еще не вышиты). Якейк. Эп паян икĕ масмак сар симĕс сăхрăм (сар-симĕспе туса тохрăм). Сред. Юм. Сарлăх кăтай тĕрленĕ чôхне, тĕрлесе пĕтере пуçласан, варрисĕне пăртак чиксе тôртмалли йолсан: пăртак сар сăхмалли йолнăчă, теççĕ. || Сглазить, подумать или сказать о том, что кто-нибудь много ест или пьет. Орау. Такăш сăхса чыхăнтарчĕ, чыхăнса пĕтĕмпе антăхсах карăм (зашелся от кашля). N. Эсĕ сăхрăн пулĕ мана? (Говорит в шутку поперхнувшийся). СПВВ. Х. Сăхса пăхса тăрать çинине Сапăнсассăн, пĕри-пĕри сăхрĕ пулĕ, теççĕ.
çакăн
(с'агы̆н), висеть, повиснуть. Ау 9. Çитмĕл çичĕ çивтĕлĕ, тет, кашии çивтинчен пĕр хĕр çакăнса çӳрет, тет. N. Шу çинче йăвăçран çакăнса тăрать (на дереве). N. Йывăç çинче çакăнса тăнă. N. Ача йăвăç тăринче çакăнса тăрать ни анимаçть, ни кантрисене салтимаçть. Курм. Така турат çинчен мыракипа çакăнса тăрать. Дик. леб. 46. Елиса çыхса тунă кĕпе маччаран çакăнса тăнă. Кама З1. Верук (Иллене çакăнса). Çынсем мăшкăлаççĕ, мăшкăл, ял мăшкăлĕ. Ан пăрахсам мана, савнă Илле, ан ятла мана, эпĕ нимĕн те туман. Н. Карм. † Аннеçĕмех панă йĕтĕн кĕпи çакăна юлчĕ вăта каштара. Ала 56. Эпĕ хурама хăвăлне анса çакăнса тăтăм (висел там). N. Пирĕн кунта ахаль те чун вырăнта мар, кашнăй кунах вилĕм пуç çинче çакăнса тăрать, халĕ талса (= татăлса) анас пекех. || Быть на весу. N. Вăл çавăнтах, машинăна каялла чакмалли пар янă пулсан та, машинă йăнăш çула кĕрсе кайнă; малти вагонсен ураписем çакăнса тăнă. || Повеситься. В. Олг. Каран вăл хорăнтан çакăнса вилчĕ (повесился). N. Тата Макар пиче çакăнса вилчĕ. Атăл хĕрне кайса пиçикипе çакăннă, аттесем пĕр кон хорал тăчĕç. Ст. Чек. Вăрманта усал çакăннă пулĕ. || Приставать, привязаться. О сохр. здор. Çынна çав чир çакăнсан, если пристанет (привяжется) болезнь. Б. Яныши. Мĕнле пулăсем хӳререн нумайăн çакăнса тулнă. Ib. Пулăсем хăйсемех хӳрене çакăнса тулаççĕ. || Тормозить, тянуть назад своею тяжестью. Сред. Юм. Лаша çакăнать. (Говорят, если едущий верхом ведет другую лошадь и она отстает от первой). || Следовать. Альш. Çăмарта сутма каякан çăкăрне хӳне хурат та, вăрăсем каллах урапи хыçĕнченех çакăнса пыраççĕ, тет, юлмасăр. || Попадаться; встречаться. Якейк. Хайхискер тин çакăнчĕ (наконец, попался), нумай кушшуль тăкрĕ, текех ямăç ĕнтĕ (про вора). N. Çул çинче мĕн çакăннă хуласене, ялсене — пурне те тĕпĕ-йĕрĕпе тустарса пынă. || Относиться. Баран. 247. Çурçĕр енчен Пăрлă Океан патне пырса перĕнекен хăш-хăш çĕрсем анчах сивĕ енне çакăнаççĕ (относятся).
çакăнкала
(-га-), учащ. ф. от çакăн. Çамр. Хр. 1929, № 7, 6. Карниссем çине çакăнкаласа улахса кайăк чĕпписене кушаксем тытма пултараççĕ.
çакăнтар
(-дар), понуд. ф. от гл. çакăн. N. Çав кӳлĕ хĕрринче ĕлĕк пĕр çын сăра тунă, тет, сăрине туса пĕтерсен, хуран çеклисене çакăнтарса хăварнă (оставил висеть), тет. Баран. 65. Кам çĕнтерчĕ? Кама кам хытăрах çакăнтарчĕ? тесе ыйтнă.
çакă
(с'агы̆), этот, эта, это. Çакă (= çав+ку) отличается от ку тем, что ку выражает простое указание, çакă — усиленное. Пшкрт: с'аҕы̆зам, эти. Ск. и пред. чув. 80. Акă туй та çакă туй, пысăк туй та пăсăк туй. Орау. Санран çакă та хăрамаçть! тесе каларĕ, тит. || Такой. Изамб. Т. Ывăла авлантарнă чухне çакăн пеккисенчен питĕ хăрушă. См. çак.
çакăм
то же, что çакăн (род. п. от местоим. çан). [Изменение н в звук м перед п — явленне частичной ассимиляции]. Эльбарус. Пĕрре эпĕ çакăм пек юлташпа иксăмăрах ял хыçĕнчи вăрман хĕрĕнчи çаран çине ĕне çитерме карăмăр.
çакăн
род. п. от местоим. çак, этот.
çакăн кап
(с'аҕы̆н ҕап), такой, как этот. Пшкрт. СПВВ. ТА. Çакăн кап = çакăн пек.
çакăн пек
такой, как этот. Курм. Çакăн пек иртертĕм эпĕ хам çамрăк чухнехи пурăнăçа. Кан. Тавлашуллă ĕçĕн историйĕ çакăн пек.
çемçешке
слабый, вялый, дряблый. О сохр. здор. Çакăн пек пӳртре пурăнакан çынсем те яланах начар, шура сăнлă, вăйсăр, çемçешке пулаççĕ. Орау. Çемçешке туналлă. слабоногий. || Мямля, т. е. слабохарактерный человек, которого легко напугать, не имеет твердого характера и Т. П. Шашкар. Янтик. Ытла çемшеке-çке (рохля) эсĕ: паçăртанпа туса пĕтермелле, эсĕ халь те аппаланан.
çӳллĕ
то же, что çӳлĕ. Икково. Кан. Маччин пĕр пуçĕ çӳллĕ, тепĕр пуçĕ лутра. N. Ман халахăм валли çул хатĕрлĕр, çул çинчи чулсене ывăтса ярăр, халăхсем валли çӳллĕ паллă тăвăр. || То же, что çӳлĕш. Магн. М. 97. Пăрçа çакăн çӳллĕ полтăр.
çӳре
(с’ӳрэ), ходить, ездить, двигаться. Н. Сунар. Кинĕ ларать, хунямăшĕ çӳрет. (Алăкпа алăк янаххи). Кн. для чт. 6. Урисем унăн çӳремен, куçĕсем курман, хăлхисем илтмен, шăлĕсем пулман. Регули 767. Эсĕр сарлакарах тăвăр, орапапа çӳремелле полтăр. Ib. 609. Эп çӳремелли тояна çохатрăм. Ib. 161. Çавăнта çӳренипе (çӳренипеле) ăвăнтăм. Вомбу-к. Çӳрекен çӳрме тупнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Çӳрен каска якалнă, выртан каска мăкланнă. (Послов.). Ib. Çавăнпа çӳренĕçĕм иксĕмĕр таппа хирĕç полтăмăр. Мы с ним ходили, ходили — встретились... Ib. Çӳренипе пуяс полсан, такçанах пуймалла та эпир, ни пуйни çок, ни чысти çôка ерниех çок. Если судить по нашим трудам, занятиям, хождениям на заработки, давно бы мы разбогатели... ТММ. Хĕр шырама çӳрекен çыннăн картишĕнчи пус валашкине ӳпĕнтерсе хурсан, хĕр час тупаймаст, тет. К.-Кушки. Пасара çӳретне эс? Ходишь-ли ты на базар? N. Çӳрекене шăмă тупăнат. Кан. Çӳресен-çӳресен „Хозсельсклад“ тенĕ лапкана пырса кĕтĕм. N. Хула тăрăх хутпа çӳретĕп. Разношу по городу бумажки. Орау. Асăрханарах çӳрĕр, ачамсем! Будьте осторожнее. АПП. † Ылттăн турпас çуттипе Аçтăрхана çӳрерĕм. Альш. Уттари, чуптари (уттарар-и, чуптарар-и?) çӳремешкĕн пирĕн кӳлнĕ утсем начар мар. Регули 41. Манăн утсам килте пор çӳремеллисем. Ib. 40. Кусам çӳремелли утсам; ку утсам çӳремеллисем. || ТХКА 85. Пысăк кĕтĕве йышсăр кĕтме хĕн. Çавăнпа хампа пĕрле кĕтĕве çӳреме икĕ тутар ачи, икĕ чăваш ачи тытнăччĕ эпĕ. || Приходить (куда). Орау. Эп ăна 8 сахатра килме (çӳреме) хушнăччĕ. N. Мĕн тума çӳретĕн! Ск. и пред. чув. 6. Çĕрле çӳрес хăнам çук, утах хăвăн çулупа! || Плавать. Чураль-к. Сакайĕнче çар иртĕ. (Хĕлле пулă çӳрени). || Вести (общественную работу). Ала 89. Халăх çинче çӳрекен çын. || Ходить (о болезни). Çутт. 85. Чир çӳренĕ вăхăтра чĕрĕ шыв ан ĕçĕр. || Ходить (в картах). Изамб. Т. Санăн çӳремелле. || Обходить дома (с визитом). Альш. Тепĕр кунĕ кунĕпе хăнасем каяççĕ „çӳреме“. N. Пĕтĕм яла çӳресе пĕтерсен. || Гулять, прогуливаться. К.-Кушки. Эпĕ паян аслă улăха çӳреме кайрăм. || Гулять (кутить). Чăв. й. пур. ЗЗ. Тата пĕр вăхăтра салтака каймалла ачасем ялта çӳренĕ чух, çав Прухха пĕр ачанăн пилĕк тенкĕ укçине ĕçсе пĕтернĕ. || Ходить с намерением, хотеть, желать, стараться, норовить. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм тата упăшкине вĕлересшĕн çӳрет, тет. Рак. Кăчунехи ывăл-хĕр хăй пуç пулма çӳре-çке (= çӳрет-çке). Юрк. Эсĕ кĕнеке кăларнине илтсенех, эпĕ темĕн тĕрлĕ савăнсаттăм, пĕр вăхăтра темĕн пек туянма çӳресе те ниепле те туянаймарăм. Трхбл. † Ĕнтĕ ир те пĕччен, каç та пĕччен, чунăм пĕччен выртма çӳремест. (Солд. п.), С. Тим. Туттăр парса вырнаçсан, хăй те пыма çӳрет-çке (девушка. Пыма çӳрет — хочет итти, илме çӳрет — хочет взять или купить). N. Çакăскер мана вĕтес тесе çӳрет-ха та, темĕн, пултарайĕ-ши! Яргуньк. Мăн хурчка пулса хур акăшĕнчен çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет; хăпарсан, çав хур акăшне тапасшăн çӳрет, тет. Хурамал. Çав çынсене шуйттан пит вăрçтарасшăн çӳрет, тет. В. С. Разум. КЧП. Вăл çынна усал тăвасшăн анчаж çӳрет. Кĕвĕсем. Аппа ука тĕртет-çке, çутă пулма çӳрет-çке. С. Тим. † Кӳршĕ хĕрĕ кӳрнеклĕ (полная и с красивыми формами тела), туттăр пама çӳрет-çке. || Находиться, пребывать (о предмете, переходящем с места на место). Н. Седяк. † Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç, арçын аллинче çӳрет. О сохр. здор. Кайран пĕри сивĕрен пăсăлса чирлесе каять, тепĕри сывах çӳрет. Чеб. † Анне ывăлĕ пуличчен, хĕреслĕ тенкĕ пулас та, анне умĕнче (на груди) çӳрес-мĕн. ЙФН. † Атти ывăлĕ пулаччен, кĕмĕл çĕрĕ пулас-мĕн, ырă хĕр аллинче çӳрес-мĕн. Перев. Çак асаннен лăпкă каласа панă сăмахсем яланах ман асра çӳретчĕç. N. Рента (аренда) укси пит пысăк пулсан, çĕр-хакĕ те çӳлте çӳрет. N. † Порçăн тотăр полăттăм, хĕр поçĕнче çӳрĕттĕм; йолимарăм, çӳримарăм. Кан. Куç хĕррисем нихăçан та типĕ çӳремеççĕ. Ib. Хăш çынăн куçĕсем хĕп-хĕрлех çӳреççĕ. Ядр. † Ати çури пуличчен, ылтăм шăрçа пулас-мĕн, ыр çын хĕр мыйĕнче çӳрес-мĕн. N. Ывăлăмăра мĕншĕн ятăн эсĕ? Вăл хамăр куç умĕнче çӳренĕ чух мĕн пур шанчăкăм çавăччĕ. N. Темĕскер кăшăлĕ вăл, тахçанах кунта çӳрет (валяется, находится здесь). || Находиться в каком-либо положении. N. Мĕскĕн телейсĕр чун йытă тырĕнче çӳрет. N. Пит-куç савăнăçлă çурет. || Бывать. К.-Кушки. Иван патне çӳретне эс? Бываешь-ли ты у Ивана? Ст. Чек. Нумай ахутара çӳренĕ те, кун пек япалана курманччĕ. || Жить. Юрк. Хам пĕр майлă çӳретĕп халĕ. Живу потихоньку. Изамб. Т. Пит çӳрейместпĕр. Ман çак ачана темĕскер пулнă. Не очень-то хорошо живем. Не знаю, что случилось у меня с этим ребенком. Н. Карм. † Шухăшламан чухне, тăван, çӳретĕп, шухăшласан чĕлхем çыхланать. Ib. † Çӳренĕ чух эпир çӳрерĕмĕр, сăртран сăрта юртакан пăлан пек. || Употребляться. Юрк. Пашалу вăл кирек хăçан та çиме çăкăр вырăнне çӳрет. || Заниматься (чем). N. Сутупа çӳресе. || Лезть. N. Ан çухăр! Тухса кай кунтан! Эсĕ — нимĕн пĕлмен çĕр хурчĕ; çапах манпа калаçма çӳрен тата. || Одеваться, наряжаться. N. Çӳрессе те таса çӳреççĕ, вырăсла та пĕлеççĕ. || Хлопотать. Ск. и пред. чув. 43. Прошени те çырнă, хатĕр ĕнтĕ, çӳремелли çынсене те суйланă. N. Шкула хăвăр çӳресе уçăр. N. Вутта илме ĕç пĕлекене суйлас пулать, çӳрес пулать, атто ак нумайăшĕ хутмалли çуккипе аптраççĕ, тет. || Иметь общение, связываться. Изамб. Т. Ӳлмĕрен ул Микуç (Николай) ачисемпе ан çӳре. Вĕсем ахалех хăна хĕнеттерсе пĕтерĕç. Халапсем. Вăрапа вăрă çӳрет, лайăх çынпа лайăх çын çӳрет. || Иногда не переводится. Баран. 131. Çакăн пек (такие) чулсем пит хакла çӳреççĕ. || Употребл. в качестве вспомог. гл. ЧС. Эпир ун чухне пурте хуйхăрса çӳреттĕмĕр. N. Илсе çӳре возить (напр. людей, турттар в этом см. не употр.). Çав çулне, тухтăрсене исе çӳренĕ чухне, эпĕ нумай укçа тупрăм. ЧС. Çынсем, ĕçсе ӳсĕрлсен, таçта выртса ан çӳреччĕр, тесе пăхмашкăн, касак пекки суйласа хураççĕ. (Сĕрен). Юрк. Çавăн пек епле эрехсемпе шалта сут тунине пăхса çӳрекен улпучĕ авалхи пĕр хупаха сасартăк пырса кĕрет те, астăва пуçлат. Ib. Кĕсем патне кайса-туса çӳреместĕп. N. Унтан темскер шăрши кĕрсе çӳрет. N. Хăна ху нуша шыраса çӳретĕн. N. Сĕрем иртернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Ала 69. † Пиртен Шурă Атăлсем, ай, инçех мар, куллен каçса çӳрес çĕртех мар. Сред. Юм. Ташланă чôхне йохайса çӳрет (очень хорошо пляшет). Трень-к. Манăн виçĕ кон хошши (около З дней) поç (шăл, мăй, пилĕк) ыратса çӳрет (болела). Однако скажут: манăн виçĕ кон хошши çăпан ыратса тăчĕ. ТХКА 129. Тияккăнĕ-мытарник пасар-пасар сайранах кĕсре лаша улштарса улшуç пулса, çӳресскер. Вино-яд. Санăн сăмсу та хĕрелсе çӳремесчĕ. N. Лашасене илме Т. кайса çӳрет. За дошадьми (чтобы их накупать) ездить в Т. ЧС. Манăн ура нумайчченех шыçса çӳремерĕ (не долго пухла), часах тӳрленчĕ. Скотолеч. ЗЗ. Улттăмĕш кунне хăмписем тулса çитеççĕ те, тата З—4 кун хушши тӳрленсе çӳреççĕ. N. Çалтак кайсан, çӳрени анчах полчĕ. Кан. Хырăм вăхăчĕ-вăхăчĕпе çех мар, яланах ыратса çӳреме пуçлать. В. С. Разум. КЧП. Эпир пĕр хуларан тепĕр хулана куçа-куçа çӳрерĕмĕр. Ib. Çынсем пасарта япаласене пăха-пăха çӳреççĕ. N. Халь эсĕр пирĕн пата кайса çӳретри? Хамăр маткасам сирĕн пата пырса çӳреççи? См. Оп. иссл. чув. синт. II, 49.
тарăнлан
(-лан), углубляться. || В перен. см. N. Çакăн пек çынçемпе хутшăнса пурăннипе унăн шухăшĕсем тарăнланса, ăслăланса пынă.
тытăн
(тыды̆н), держаться. N. Эсĕ манран тытăн (держись за меня). || Ловиться. Регули 723. Пол тытăнмаçть. || Попасться. Регули 726. Эп онта тытăнсан, эсĕр мана çăлса кăларас çок. Собр. Вăрăпа пĕрле тытăнсан, хăтăлăп тесе ан ĕмĕтлен, теççĕ. (Послов.). N. Пĕччен вăрланă вăр часах тытăнмаç. || Быть арестованным, схваченным. N. † Катари хулара тытăнтăм, вуникĕ çĕр укçала хăтăлтăм. || Задерживаться. Тытăнса тăтăрччĕ çав вырăнтах. N. Темиçе рас та вăрнас çĕртен тытăнса юлтăм ĕçпе. N. Эс тытăнса тăрсан, пушта ĕлкĕрейместĕн. Если задержишься, то опоздаешь на почту. N. Тытăнса ан тăр. Не медли. || Запинаться (при чтении или разговоре). N. Пĕр тытăнмасăр тĕрĕс вулама, вуланине тĕрĕс каласа кăтартма вĕрентнĕ. || Собраться. N. Киле кайма тытăнчĕ. Собрался домой. N. Эпĕ, эсĕ Хусана тухса каяччен, пĕр кун малтан сан патна пыма тытăнтăм, йăлт хатĕрлентĕм. Альш. Унтан ашшĕ пуçне касма тытăнат, çапах памас. N. Мана вырăнтан кăларма тытăнчĕç (хотели). Изамб. Т. Вут илме тытăнсан, укçи те çук, вутти те пит хаклă. N. Кĕркунне ачасене вĕренме кайма çырнă вăхăтра, эпĕ те кайма тытăнтăм. N. Вăл вуттине тиянă та, килне таврăнма тытăннă. N. Унтан вара эпир киле тавăрăнма тытăнтăмăр. Орау. Пĕрре пирĕн аттесем Шăмата пасара кайма тытăннă. Чăв. й. пур. 20. Вăлсем пĕлнĕ вăл епле çын иккеннине, ăна вара вĕлермех тытăннă. || Вздумать, задумать. Юрк. Килте ĕçлекен çынсем сахаллана пуçласан, тытăнаççĕ кĕçĕн ывăлне, Хĕветкине... авлантарма. || Пробовать, пытаться. Янтик. Вăйĕ сахал çав унăн. Ура çине тăраймас вăл, паян та темиçе хут тытăнчĕ ура çине тăма, анчах çавăнтах персе анатьчĕ вăй çук пирки. || Решаться на..., браться за... Юрк. Чипер пуян çынсенĕн хĕр-ачисене вăрлама тытăнаççĕ. || Приниматься (за дело и т. п.). Н. Шинкусы. Юмăçĕ каларĕ: вăл тавраша пĕлессе пĕлетĕп те эпĕ, анчах манăн халĕ унпалан тытăнса тăрасах килмест, терĕ (т. е. не хочет „пăсташ тасатма“). || Начинать. N. Паянтан тин ĕçлеме тытăнтăм. Ала 1°. Вĕсем патне каçхане кайса ларсан, е хăйсем школа пырсан, вĕсене вĕрентме пуçлатăп. Вĕсем лайăхах тутарла калаçма тытăнаççĕ. Ib. 54. Яла çитсе кĕрсен (когда мы въехали), эпĕ анса кайма тытăнтăм (с телеги). N. Савăт ĕçлеме тытăнчĕ. Изамб. Т. Кĕлте кӳме тытăнни-ха эсир? Юрк. Тытăнаççĕ калаçма. Ib. Виç-тăват кунтан хайхи вилме те тытăнат. Орау. Акă сана калăплă çăпатапа ăшалантарма тытăнсан, ачана çаптарăп! — Ма çыртать тата?.., Ст. Чек. Шăлаварĕ, пĕр çĕтĕлме тытăнин, лăй-лай каят вара. || Начинаться, возникать, oriri? Колыб. п. 6. Çак çĕршыв тытăнса ларнă вăхăтранпала çакăн пек усал ылханлă тавлашу (война) пулман. || Пуститься в рост. Сĕт-к. Хăяр тытăна пуçларĕ. В. Олг. Тытăннă хăяр, пупленок. N. Нӳрлĕ çĕрте хурлăхан та часрах тытăнать. || Собираться наверху (о сметане на молоке). В. Олг. || Закрепиться. Тогач. Малтан кайса пăхсан, шăммисем пĕр-пĕринчен кăть тытăннă. Иккĕмĕш хут кайса пăхсан, пĕтĕмпех тытăнса ларнă, тит. Виççĕмĕш хут кайса пăхсан, пĕр пĕчĕк кайăк пăрт! турĕ, тит те, вĕçсе тухса карĕ, тит. || Появляться. Актай. Пас тытăнни. || Быть в употреблении. Кубово. † Çĕнĕрен илнĕ чĕн йĕвен, пар пичее, тытăнтăр. || Заикаться. Пшкрт. Тытăнса солят. Заикается. || Крепиться, держаться. Толст. Вăл (он) пĕтесшĕн мар пулса, пĕтĕм вăйĕпе тытăнса ларать. || Быть перехвачену (о голосе). К.-Кушки. Ман сасă тытăнчĕ. Пыр халь те тӳрленеймен-ха. Я охрип. Горло все еще не поправилось. N. Ĕслĕкпе (от кашля) сас тытăнса ларчĕ. СТИК. Шăнсан (если простудишься), сасă тытăнат, ӳслĕке ерет çын (у него появляется кашель). Сборн. по мед. Йĕре-йĕре сассисем тытăнаççĕ (у младенцев).
тивĕçсĕре
неуместно, не к месту. Бугульм. † Çакăн тĕрлĕ ватă, ай, пур çинче кирлĕ марччĕ тивĕçсĕре юрлама.
тимрĕç
(т’имрэ̆с’), кузнец. Шорк. Сред. Юм. Тимрĕç или тирмĕç, кузнец. || Кузнечный промысел. Кан. Савăт-сапа, слессăр, тимрĕç, т. ыт. çакăн пек ремесла.
ту
делать, сделать. См. тăв. Регули 1439. Паян те тăвас, те тăвас мар. ГТТ. Хăйне хай нимĕн тăваймас. КС. Эпир иксĕмĕр тем те тăвăттамăрччĕ-çке те. Еще бы, мы с тобой чего бы не сделали. Кан. Конюхне кӳлтерсе лаша çине лармасăр хăй ĕçĕпе те вăл çĕр утăм тумасть. N. Ун пек çынсем, хам тӳрĕ пулсан та: туса паман-и? пулăшман-и? теççĕ. N. Мана мухтамалла турĕç. Вишн. 72. Çав шыв çулĕ пĕр-пĕр çырмаран, е туран юхса тухĕччĕ, анчах эпир пусă алтса унăн çулне татса, шывне алтнă пусă ăшне пухăнакан тăватпăр. Кан. 3840 кублă метр туса пĕтермен япала (полуфабрикат). Регули 1049. Эп она поян турăм, вăл поян полчĕ. Чăв. й. пур. 26°. Вăл каланă: мĕн тăваççĕ манпа? тенĕ. Вишн. 68. Çапла ĕнтĕ пирĕн кунсерен хамăр ăша е сакăр, е вунă кĕрепенке шыв кӳртмелле. Апла тумасан, пирĕн ӳт туртăнса каять. N. Кĕлеткенне куçне лайăх туман. Глаза у портрета не вышли. Сред. Юм. Ырлăх туни шырлăх туниех мар-ха ô. Если добро сделал — это не то, что худо сделал. Изванк. Мĕн тăвас? Нимĕн тума та çук, хайхи Микул карчăкне (йомзе) пуççапас пулчĕ (пришлось ее просить). N. Мĕн тăва пĕлес манăн? В. С. Разум. КЧП. Ма ута каç яратăр, çухалсан мĕн тăвăр-ха вара (что будете делать)? Регули 49. Хам тумаллине сана патăм. N. Конта мĕн туса тăратăн. || Работать, делать, производить. Орау. Эпĕ аттене сакăр çул кăмака çинче вырттартăм. Кăмака çинче выртнă çĕрте: туни ман, туманни сирĕн, тетчĕ. Регули 580. Тусан порте пулать. Ib. 1258. Ашшĕ пек тумасть, япалана ялан орăх тĕслĕ тăвать. Ib. 670. Çак çын, çакне тăваканĕ вилсе; çакна тăвакан çын вилсе. Ib. 217. Сирĕн тăвакан пор. Ib. 328. Çав çын конта корăнмасть, çак япалана тăваканĕ. Ib. 829. Эп пĕлетĕп çав çынна, çак япалана тăвакан çынна эп пĕлетĕп. Ib. З2. Тумалла пулсан килĕ вăл. Ib. 52. Ĕç тумаллинчен окçа исе поли? Ib. 1503. Эп сана çĕмĕрме (çемĕрмешкĕн) туса патăм-и? Ib. 341. Кăна эп туса. Ib. 1543. Эп тусаттăмччĕ те, йорал полмарĕ. СТИК. Туса-туса, авантарах ту. Раз принялся, сделай как следует. || Альш. † Пятам-пянам килне хăна пулăр: тунă хурçă пулмин те, çăкăрĕ пур. Ib. † Кĕтнĕ хăни эпир-мĕн! пиçнĕ яшки пире-мĕн! тунă хурçи сире-мĕн! || Строить. Юрк. Пурăнма çурт туса хурат. Ib. Çĕнĕ çурт туса пама та шухăшлат. Ib. Чул çуртсем тума пĕлнĕ (умели). Ib. Ялсем, хуласем туса (aedificando). || Выращивать. Ашшĕ-амăшне. Вăл темĕн чухлĕ çĕр тара илсе тырă акса, тĕрлĕ пахча çимĕçĕсем туса пурăннă. О сохр. здор. Халĕ кирек ăçта кайсан та, купăста пит тăваççĕ. Альш. Темĕн чухлĕ хăяр туса, темĕн чухлĕ хăяр сутнă. || Выделывать. Сред. Юм. Покан орине çавăрса тунă (о точеных ножках стула). Чем люди живы. Туман тиртен пулсан та, кĕрĕк — кĕрĕкех. || Мочь, быть в состоянни. Регули 701. Тумалла çын вăл; вăл кона тумалла. Ib. 35. Тумалли çынĕ пур унта. Ib. Кона тумалли çын кайса. Ib. 689. Тăвасси çын çавă. || Трогать, задевать. N. Мĕн тăватăн эс унпа? Что ты там трогаешь? || Творить, создавать. К.-Кушки. Эпĕ вĕçен-кайăк (хут çĕлен) тăвап та, çӳлелле вĕçтерсе ярап. Я устрою птицу (бумажный змей) и пущу ее по воздуху. Юрк. Туса пĕтерсен: епле пур япалине те аван турăм-ши, тесе, шухăшласа пăхкала пуçланă. || Сшить, связать. Янш.-Норв. Кăçал хăй валли виçĕ кĕпе, арçын кĕпи виççĕ, тата хĕрлĕ йĕм иккĕ турĕ (сшила). Дик. леб 43. Вăл çипрен çиелтен тăхăнмалли вăрăм çанăлă вунпĕр кĕпе çыхса ту. || Обрабатывать, производить. В. Олг. Онăн çĕр пор: тырă туат, вутă туат. || Скосить и убрать (сено). N. Утă турăр-а? N. Утă мĕл(л)е турăн? Как ты убрал сено? Календ. Тепĕр çулне çулчĕç, тет те, темĕн чухлĕ утă турĕç, тет. || Сбивать (масло). Урмаево. Хăш куршак сĕтне чăкăт турĕ, тет, хăш куршак сĕтне услам çу турĕ. || Устраивать. К.-Кушки. Пирĕн апата кунта çимелле тумалла. Нам надо устроить так, чтобы обедать здесь. Альш. Ваттисем хăнана кайсан, килте çамрăксем уллах тăваççĕ. Юрк. Пус та туса памарĕ! И колодца не устроил (не нанял вырыть). N. Аннене аван пурăнмалла тăвăр, вăл пире ӳстерчĕ аван. N. Ука тăвăр (складчина?). Нижар. Çак хăтан ĕçкине, такçан та туман ĕçке, килсе курас терĕмĕр. || Совершать. N. Кĕл-туса çӳреççи вĕсем? — йăли анчах. || Составлять. N. Тата сире чăвашла словар тунă теççĕ. Çав словаре, тата ытти хăвăр тунă кĕнекесене мана ярсан, эпĕ уншăн калама çук савăнăттăмччĕ. || Производить. N. Унтан провăд сыпнă тĕлсене изоляци туса тухрĕç. || Варить (пиво и пр.). N. Сăра турăмăр, ака яшки тăватпăр. || Гнать (самогонку). N. Кăмăшка тунă. || Печь, приготовлять. N. Çимĕк иртсенех вырăс эрни кунĕ ирхине теçетниксем кашни килĕрен: ӳчӳк пашалăвĕ тăвăр! тесе, хăваласа çӳреççĕ. || Родить. ГТТ. Ача тăваймасăр вилекен те пур (случается, что и умирают). Буин. Ача туман арăм (чирпе пăсăлнă арăм) хурланать. Упăшки пит пăшăрханать. N. Тата йинке ача турĕ. N. Ача тума тытăннă. У нее приблизились роды. Ст. Чек. Хĕр туни, ывăл туни? || О животных: отелиться, ожеребиться и пр. Скотолеч. 28. Ĕне темĕн чухлĕ лайăх пулсан та, пĕтĕ чухне начар çитерсен, тĕреклĕ пăру тăваймĕ. Чаду-к. Сысна тăвать вуникĕ çура, сутатăп, укçипе пĕр кĕсре илетĕп, вăл кĕсре кашнă çул тьыха тăвать. НТЧ. Çакă ĕнене сĕтлĕ-çуллă ту, кашни çул пăру тумалăхне пар. (Моленье ĕне ырри). || Приносить плод. Баран. 102. Çапла (например), шĕшкĕ çулсерен чечеке ларса темиçе çулччен мăйăр туса тăрăть (приносит орехи). ПВЧ 123. Укушка умĕнчи улмаççи, улма тумасть-мĕн усси? N. Картара омлаççисем омла туса-и, туман-и? Якейк. † Ати карти пилешлĕх, пилеш туман торат çок. Ib. † Ати карти — сат карти, оммине тумаçть — мĕн осси? Шинар-п. Вăрманта çулла шĕшкĕсем мыйăр тăваççĕ, тата юмансем йĕкел тăваççĕ. В. Олг. Омла ту (о яблоке), тьыха ту, пăру ту, потяк ту и т. д. || О новом месяце. N. Çĕнĕ уйăх тунă. Нюш-к. Пирĕн уйăх туни виç кун çитрĕ, уйăх туни ик эрне ĕнтĕ, уйăх тусан çăмăр çăвмалла, теççĕ. || Coire cum fem. Буин. и др. || Совершить что-либо. Тораево. Карчăк тухнă, тет те, хăвалама (преследовать) тапратнă, тет; курчĕ, тет те, кăшкăрма тапратăрĕ, тет: турăн мана, çука юлмала турăн пĕтертĕн (погубила ты меня?) тесе кăшкăрат, тет. || Справлять, праздновать. Юрк. Атьăр халĕ паян, аслă уяв туса, пĕрер курка ĕçсе пăхар, тесе чĕнет. N. Сорхори контах турăмăр. N. Эпĕ килтех çăварни турăм. ЧС. Пирĕн таврара сĕрене мункун икĕ кун тусассăн виççĕмĕш кунĕнче, кăнтăрла иртсен, каяççĕ те, тепĕр ирччен çаплах çӳреççĕ. Абаш. Ачасене çимĕк тума (çăварни, сорхори тума) яраççĕ. || Почитать. N. Аттене атте тăвас, хунчăкама хунчăка тăвас. Лайăхрах пăхса ярас. || Приносить в жертву. N. Сан ачу йĕрĕхрен, сана вăл пĕр така тумасăр та каçарас çук, тет. || Наговорить, заговорить. Альш. Çын туса панинчен вĕрес. N. Тухатмăш тума пĕлекен çын курайман çынна час-часах пĕтерсе хурать. Май килсен е хăйне, е лашине, тата ытти япаласене те туса парат. Кан. Ну, карчăк, ан куллян! Куç турăмăр! тесе çухăрса ятăм. || Совершать обряд. N. Пирĕн ялта кашни çул чӳк тăватчĕç (совершали „чӳк“). || Уговаривать. Ала 2. Çапла туса-туса çӳреме вĕрентсе пулĕ-и, тесе, ĕмĕтленетĕп (надеюсь, но не знаю, удастся ли). || Выдвигать. Альш. Çынна мĕн тăвин — чĕлхе тăват. Главное для человека — уменье говорить. || Выставлять, выхвалять. Альш. Ялан та хăйсенне авантарах туса калаçаççĕ (выставляют с хорошей стороны). || Приставлять (к чему). Янтик. Хăлхине çтена çумне турĕ те, тем илтелерĕ. || Превратить, привести. Орау. Эпĕ ăна питне-куçне чĕп-чĕрĕ юн тăвăп.— Турăн, вилним вăл, сана чĕп-чĕр юн пуличченех хĕнеттерме, ай кăшкăрма çăварĕ çук-и? ТХКА 94. Тытса чарми лашине çапса утми турăмăр. Регули 1056. Шорăран хора полчĕ, пусăкран пĕчĕккĕ турăм. Ала 12. Эпĕ сана хĕпĕртемĕлле тăвăп, а лешне, асту, хурланмалла тăвăп. || Повернуть (к чему). Емелкке-Т. Хăлхăна ман енне туса тăр. Стой ко мне ухом. Ib. Питне ман енне ту. Повернись лицом ко мне. Ib. Çурăмна ман енне ту. Çĕнтерчĕ. Çурăмне кантăк патнелле туса сĕтел хушшине чăлха çыхма кĕрсе ларать. ТХКА 49. Ачасем, ак çапла. Кашкăрсем тапăнсан, виçсĕмĕр те пĕрле, çурăма, ĕнсене пĕр-пĕрин енелле туса тăмалла. Кашкăрсем пире хыçалтан, ĕнсерен ярса илсе туламалла ан пултăр. || Уложить. N. Пырсассăн, пурттине е кусарне юхакан шыв çине çивĕччине çырма пуçнелле туса пăрахаççĕ. || Наладить, устроить. N. Вĕсене куçнă чух пулăшас пулать, вĕсем хăйсем вăйĕпе анчах пурăнăç тăваймĕç! Кан. Мĕнле те пулин пирĕн пата та кино уйăхра пĕрре çитсе тăракан тăвасчĕ. || Изменить что-либо. N. Килнисене кӳрт, нимĕн те тума памăпăр вĕсене, тенĕ. || Решить, принять решение, присудить. В. С. Разум. КЧП. Шемекке (Шемяка) чула курать те: укçа пулĕ, тесе, хĕпĕртет. Çавăнпа Шемекке чухăн енелле тăвать, утне чухăна парать, хӳри ӳссе çитиччен; курпуна кĕпер çинчен чухăн çине сикмелле тăвать. К.-Кушки. Хулана кайма турĕç. Решили итти в город. Альш. Канаш туса хатĕрленеççĕ. Юрк. Пама тумаççĕ. Не решаются выдать (замуж). Ib. Апла пулсан, сирĕн сăмахра итлесе, унта кĕме (поступить) тăвам. Ib. Ĕлĕк тепĕрне илесшĕнччĕ; вăл пымарĕ, тепĕр çынна качча кайма тунă иккен, эпĕ ăна пĕлмесеттĕм. N. Вĕсемпе вăрçма туман. С ними не решили сразиться. Орау. Эпир паян пурсăмăр та киле кайма турăмăр. Якейк. Паянтан малашне ун пек калаçмалла мар турăмăр. Демид. Кăсем кунта ларма тумаççĕ: кунта пысăк шыв, ачасем шыва кайса пĕтĕç, теççĕ. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата ĕлĕк хăй савнине сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Ала З. Çавна каласан, хĕрне кăлармалла тунă, тет. N. Çавăншăн вĕсем ăна пухăва хăйне чĕнтерме тунă. N. Кӳртме турĕç. N. Ăна сут пилĕк тенкĕ штрав турĕ. || Предназначать. N. Мĕншĕн çак куна курмалла тунă-ши? || Наживать (имущество, деньги). Орау. Эпĕ турăм, вăсам та манран ан юлччăр, çавăн пекех туччăр. Юрк. Каскалама кайса çӳресе укçа тăват. Б. Олг. Пасара антарнă япалая сотас полат, окçа туас полат. Ст. Ганьк. † Ик сар-кайăк эпĕ тытрăм, ик-çĕр манит тумашкăн. Юрк. Ку, пĕр çав ĕçе пĕлсен, ыттисем кĕрешме хăранине курсан, çынсем умĕнче; эпĕ кĕрешетĕп, тет те, 25 тенкĕ, лаша сутса тунă укçине, çĕре кăларса пăрахат. Ib. Çав пуçтарса тунă укçасенчен... N. Хăш чухне юрлă арăмĕн юлашки тенкисене саклата хурать те, пуян валли эрех илме укçа туса каять. || Сделать наклад. N. Хусана килсе хама таккулăхах пилĕк тенкĕ туса каяп (израсходовал без пользы). || Относить к чему. ГТТ. Кунтисем çинчен çырнă çырăвăмра эпĕ кунтисене вир-ялсенчен пайтах уйрăм халăх туса çыртăм. || Капк. А мĕн тăватпăр мĕншĕн хупнипе? А зачем вам знать, почему она закрыта. Регули 53. Он каймалипе мĕн тăвас пирĕн. || С подражательными словами — издавать, производить. Альш. † Чĕнтерлĕ те кĕперсем чăлт та тумасть, йĕс таканлă утсем каçмасан. N. † Виç кĕпер те хут кĕпер, епир каçса килнĕ чух, кăптăр-каптăр тăва юлчĕ.|| С предшествующей частицей „пек“ — делать вид, притворяться. N. Çул çинче тилĕ вилнĕ пек туса выртать, тет. Бес. чув. 2. Лаша унта кăшт çăмăлтарах пулмĕ-ши, тесе, çул аяккинелле туртса пăхам пек турĕ. Юрк. Вĕсенĕн килĕ-çурчĕсене хăне сутнă туса хут çыртаратчĕ. Альш. Юратат ăна (его) вăл, сăмах шанат, пĕрлĕ ĕçнĕ-çинĕ те тăват унпа. N. Азов хулине иртсе кайнă пек туса (притворившись), тӳрем çĕрелле пынă. Юрк. Вăл каллех, тусĕ хăйĕнчен кулат пулĕ тесе шухăшласа: эй, пире юрат-çке, тет, хăйĕнчен хăй ирĕксĕр кулăш пек туса. || Быть принятым. N. Сат картинчи сарă омлине ме татмала тунă-ши (принято срывать)? || Употребл. в соедин. с причастием наст.-прош. времени: ӳкекен ту, ыратакан ту. || Употребл. в чувашизмах. Альш. Вăл епле пурăннине те, калаçнине те итлесе тусах ларман çав эпир. Янтик. † Чатăр картăм улăха, типтĕр, терĕм, хĕвелте, типмерĕ те тумарĕ. ЧС. Вăл вилес-тусан, епле пурăнăпăр-ши, тенĕ амăшĕ чирлĕ чух. N. Ку хирте тырра лайăх ӳстерекен çемçе тăпрана юхтарса кайнă анасем çаралса юлчĕç.— Мĕн тăвассу пур, теççĕ, тыррăна çапах акас пулать. N. Тунăлăху-мĕнӳ!.. Ты ничего не можешь делать (не способен). ГТТ. Куçарас-тăвас тĕлĕшрен ниçтах та юрăхсăрах тунă-хунă мана (нашли меня плохим переводчиком). П. И. Орл. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни (пока узнал только это). Альш. Сĕтел çитти сарăлмас та, тумас та, тет. Торп-к. † Ытармалла мар сана, тытрăм-турăм тотине. || Выращивать. Эпир çур. çĕршыв 14. Эсир çимĕç пахчинче мĕн лартса тăватăр. N. Акса ту, лартса ту. || Ачач. 83. Пилĕкне явса тунă пиçиххи çыхнă.
тăвлаш
то же, что тăвăллан, раздражаться. Нюш-к. Çав тĕрлĕ аван çăвакан çăмăра хисеплеменнине кура чунĕ тăвăллашать çакăн.
тăн-тан
подр. неодинаковым звукам колокола или чугуна. Трень-к. Тăн-тан. Пысăкрах чана пĕр пек çапманнине, сас пĕр пек тохманнине пĕлтерет. Çакăн пек сас янтăракан япаласенчен полма полтарать. Сиктер. Тăнн-танн, кваспа хрен (подр. звону). N. Тăнн-танн, тĕнкĕли-тянкăли, чĕнкĕли-чанкăли, чăнн-чанн (детск. звукоподр. трезвону). || Подр. шуму в голове. КС. Пуçран çапсан, пуç тăнтан пулать (бывает помутнение). || Подр. бессмысленному глядению. Шатра-к. Козм. Охмаха ернĕ çын пак, тăнтан пăхса çӳретĕн! N. Тăнтан пăхса çӳретĕн. СТИК. Тăнтан çӳрет, дурачком ходит. || Простоватый. Ст. Чек. Ку çын тăнтантарах куран. Ib. Тăнтанрах çын, глуповатый на вид. Орау. Темскерле тăнтан япала вăсен ачи.
хак
цена, стоимость, ценность. Начерт. 180. Хак, цена. N. Кулак тырă кивçен парсассăн та, икĕ хака хурса панă. N. Сĕлĕ мĕн хакра çӳрет? N. Тырă хакĕ мĕн хаке (!) çӳретĕ? Завражн. Çавна тусан тин вара пор тавар та, пор çĕрте те тин пĕр хак полĕ. N. Вăл мана çĕр тенкĕ хакне пулчĕ. N. Вĕсен мĕн пур япаласем икшер хак. N. Ăсем хунинчен виç рас ытла хак парса илтĕм. N. Çăмарта мĕн хакпа илеççĕ? N. Тырă хакĕ хаклă мар. Кан. Хаксем çакăн пек тăчĕç. N. Çав тĕрлĕ тарпа тупнă япалаçене çур хакпах тенĕ пек салататăр. Б. Олг. Эп пыртăм пăрçа çăнăх патне, хакĕ пĕр хаках пăрçа çăнăхпа яшкалăх çăнăх. || Б. Олг. Что ыраш çăнăх паян мĕн хак туат-ха? — Тен, илтмен эп, пĕлместĕп-ха эп, çăнăх орамне эп çарăнман-ха. Юрк. Кăсем те хăйсенĕн хакĕсене каласа параççĕ, килĕшеççĕ мĕн тăваççĕ. N. Шанчăклă тусăн хакĕ çук. N. Кун пек лаша пирĕн алла кĕрейĕ-ши çак хака? Чăв. й. пур. 12. Арманĕ хакĕ ултçĕр тенкĕ пулнă. Альш. Епле пулсан та çур хакалла мĕне килет, тет. N. Хакне хак парса. N. Хакне хума çук, пит паха чул. Изамб. Т. Хакне ӳстер, прибавь цену. Капк. Хайхисем хак татаççĕ (определяют цену) те, тухаççĕ Шупашкара кайма. Якейк. Телянккă илнĕ чох пилĕкçĕр тенке çитиччен хак хăпартса карĕç. Ib. Эпĕр хак хăпартса илтĕмĕр. Мы дали дороже и оставили за собой. Сред. Юм. Хак тунă. Цену положили (определенную). || Должная цена. Аттик. Хакне хак тени — хаклă тăк хаклă тени пулать. СЧЧ. Тата пĕр çыннăн ĕнине хакне хак парса сутăн илеççĕ те, пусмашткăн (?) чӳклеме аста пĕлекен çынна параççĕ. (Çăмăр учукĕ). N. Хакне кайĕ. Альш. Хак килĕш, уславливаться о цене. КС. Нимпа та хакне çитермеççĕ (не дают должной цены). N. Пичу хак турĕ (сказал цену), а эсир тата хак тăватăр. N. Çурма хакпа сутас, ик-виç хак парса илес (за тройную цену). С. Тим. † Хĕр пултăр та, пур пултăр, пурçын кĕпи тăхăнтăр. Пурçын кĕпи укçа хак, пирĕн вăйă тĕнче хак. N. Укçа хакне тăракан. N. Хăй хакĕпе, по себестоимости. N. Вăл пиçиххи унăн икĕ ылтăн хакне тăнă (стоил). Капк. Ун чухне тăвар пăчĕ çирĕм пăт ыраш хакне çитрĕ вĕт. Шел. II. 56. Пĕтĕм хули хакне ӳкнĕ. N. Вĕсене асаплантарнисем çинчен пĕтĕмпех çырсан, хут та çитес çук. Ылтăн витнĕ çурт хакнех çитсе ларĕ. Арзад 1908, 52. Хак кăлар, наверстывать стоимость. Баран. 42. Вара тин (только тогда) асапланса улăхнийĕн (подьёма на гору) хакĕ тухнине сисĕр. N. Атя ĕнтĕ, илсе кай пире. Тăрăшнă хакне тавăрăпăр. К.-Кушки. Эпĕ вăл сурăха чăхă хакĕпе илтĕм. Я купил ту овцу по цене курицы. || Не переводится. Изамб. Т. Ку çыхă пушăт мĕн хак тăрат? Что стоит эта связка лыка? Яргуньк. Мĕн хак пĕр улми? Баран. 160. Çак сурăхсен çăмĕ çеп-çемçе, тем тĕрлĕ хака çӳрет. N. Мĕн хака сотрăн? Хурамал. Какай мĕн хак? Почем мясо? ЧП. Аршăнĕ мĕн хак? — терĕм. Ib. Пĕр чуп тăвасси тĕнче хак. Якейк. Эсĕ мĕн хакпа илесшĕн? Ты сколько хочешь дать? Пазух. † Хăмачă мĕн хак? терĕм те,— сакăрвуннă, теейрĕ. Орау. Юсанă хакне тăмаст. Не стоит починки. N. Çирĕм пакша хакне (тĕшне) тăрать. Стоит 20 белок. || Плата. Изамб. Т. Ик хак тӳлесе (двойную плату). Рак. Илĕр, хĕрсем, панулми, хакне хамăр тулĕпĕр. Бес. чув. 6. Лашине вăл пысăк хак парса илмен пулсан та, ун телейне лайăх лаша пулнă. || Плата за работу. Б. Олг. Каран хуа арлат, арласа çитеримест, çынна парат арлама; кĕренкки арлама вонçичĕ пус, хакне тӳлет ĕçленĕшĕн. N. Вырма мĕн хак? Юрк. Улпут мана Пăва уесне ярат, хакне З60 тенкĕ çулталăкне турĕ. || Прибыль. Баран. 24. Пĕр çын пĕкĕсем авса, вĕсене хака сутса пурăннă. || Престиж, авторитет. N. Çапла вара хăй хакне çын умĕнче те çухатать. N. Вĕсене пурне те килнĕ вилĕм хакран кăларчĕ. N. Тарăс-тарăс Татьене, укçа парсан Укçине; упăтенĕн йĕмĕ çук, ташлаканăн ăсĕ çук! Халăх çинчи хак! Сунчел. Халăк çинче хак! (Кулаççĕ). || Дорогой, ценный. ЙФН. † Хусан лаши — хак лаши, хак лашаран хăрамарăм, вăрă-хурахран хăрарăм.
хирĕç вăрăнни
назв. болезни. Т. Григорьеаа. хирĕç вăрăнсан юмăçсем патне çӳренĕ. Юмăçсем пĕр ывăçа кĕл илеççĕ те çынннне месерле выртараççĕ. Самай пуç тĕлĕнче çаварма пуçлаççĕ те çапла калаççĕ вара: „çĕр таврăнать — таврăнтăр, хĕвел таврăнать — таврăнтăр, уйăх таврăнать — таврăнтăр, çăлтăр таврăнать — таврăнтăр, ял-йыш вăрçса кĕчĕ пуль, кӳршĕ-аршă вăрçса кĕчĕ пуль, сутник-теçетник вăрçса кĕчĕ пуль, арçын вăрçса кĕчĕ пуль, хĕрарăм вăрçса кĕчĕ пуль, сăмахпа чĕнчĕ пуль, сурчăкне сурчĕ пуль, пурте çакăнпала ĕçсе-çисе тухса кайтăр“,— теççĕ те уна, кĕлне кăларса тăкаççĕ те, тата пĕр курка шыв илсе çаплах калаççĕ те, уна та кăларса тăкаççĕ вара. Ягудар. „Икĕ çын ятлаçнă тĕле пулсан, хирĕç вăрăнать. Хирĕç вăрăнсан, поç ыратать, хăсăк килет. Çынна хирĕç вăрăнсан, виç пĕрчĕ хаяр çырли çитереççĕ. Сĕтĕкенне (сок) çăтас полать, йолашкипе çамкана сĕреççĕ, кăкăра сĕреççĕ“, вара хирĕç вăрăнни иртсе каять пулать. Ib. Олма вутине варсăр полсан çаççĕ. Хирĕç вăрăнсан таçаççĕ. Ст. Чек. Хирĕç вăрăнни — çилĕ ӳкни. „Вăл вăрçнă çынна хирĕç пулсан ӳкет, е вăрçнă çын пырса кĕрсен. Çил ӳкни тепĕр чух çынна вĕлерсе те пăрахать. Хăшин çилĕ хаяр пулать: йывăçа та хăртать“. Курм. Хирĕç вăрăннинчен сыватас тесе, пирĕн çакăн пек сăмахсем каланă: „Ылтăм йĕтем, ылтăм йопа; ылтăм йопая хăнча вăрăнчĕ ӳкерчĕ, çавăн чохне тин вăрăнтăр. Кĕмĕл йĕтĕм, кĕмĕл йопа; кĕмĕл йопая хăнча тăм-хаяр вăрăнса ӳкерчĕ, çавăн чохне тин вăрăнтăр мана тăм-хаярĕ. Пăхăр йĕтем, пăхăр йопа; пăхăр йопая хăнча тăм-хаярĕ вăрăнса ӳкерчĕ, çавăн чоне тин вăрăнтăр мана“. См. Магн. М. 152.
хăпартлан
подниматься, повышаться. Альш. Мертлĕрен пуçланса Сĕве хĕрринелле аранçĕ ту пек хăпартланса тĕме каять. Ib. Тĕме тиекеннисем вара вĕсем урамран аранçĕ çӳлерех, хăпартлансарах тăракан вырăнсем. N. Тотар пуçне солласа, аллисемпе хлаçланса, кăркка пек хăпартланса ячĕ тет мĕн йорласа. Ачач 96. Çынсемпе, кайăксемпе пĕрле, çĕр хăй те хăпартланса тăнă пек... Ib. 23. Апла каласан, ывăлĕ тăрук вăй илсе, çӳлелле хăпартланса кайнă пек пулать. Завражн. Хăпартлан, ободриться, воспрянуть духом. N. Хăпартлан, с приподнятым настроением. Хумма Ç. Куçукпа Иван та юлташсем хушшинче хăпартланса анчах çӳреççĕ. || Гордиться. Полтава 5. Тĕпрен юлнă кил-çуртпа (родовыми хуторами) хăпартланса çӳремест. Кан. Çакăн пек шухăшласа, кăкрине çапсах хăпартланса пырать Екорăв.
курçынкка
корçинккă (корз'иҥккы̆), корзина. Кан. Чăпта, курçынкка, тата ытти çакăн пек ремесла. Якейк. Корçинккă, корзина. Емельк. Курçинккă (-з'икккы̆).
тĕкĕрлчен
назв. растения. Рак., Кайсар. № 87. Тĕкĕрлченĕн тымарĕ питĕ пысăк пулать. Улшуçсем (барышники) сутас лашасене çакăн тымарне çитерсе мăнтăрлатса сутатчĕç. Шывра ӳсет çакă çулçă, шыв çинче сарăлса выртат. Чечеке те ларат; чечекĕ сарă пулать. См. тĕкĕрĕлчен, тĕкĕрчен.
тĕртне хĕрлĕ кĕпе
назв. какой-то рубашки. Янтик. Ай-яй, ытла килĕшет сана тĕртнĕ хĕрлĕ кĕпе, сан яланах çакăн пек кĕпе Тăхăнса çӳрес пулать.
чалăш
кривой, косой. Орау. Чалăш тута Хветĕр. N. † Алăкăрсем чалăш, кĕме çук. Подг. Шигали. Алăкăрсем чалăш та, кĕреймĕп. Пазух. 135. † Алăкăрсем чалăш ай кĕмешкĕн, урайĕсем яка ай утмашкăн, саккăрсем сарлака ай лармашкăн, ят ăрсем те чаплă ай илтмешкĕн, чысăрсем те чыслă ай курмашкăн. Юрк. Ту аякки çул чалăш, ут утланма çав лайăх. || Наискось. N. Вăл пире хирĕç, кăшт чалăшрах пурăнать (живет наискось). N. Вĕсем ăна хирĕç пайтах чалăшра (чалăш) пурăнаççĕ. Пазух. 39. † Ытах тĕлне пĕлмесен, пăралукран чалăшрах, пирĕн çумра сат та пур, сат çумĕнче алăк пур, çавалăкран пырса кĕр. || Вкось. Изамб. Т. Пĕри сылтăмалла çакăн пекех тӳрех каять, тепĕри сулахаялла чалăш каять (дорога). || Набекрень. Бугульм. Кăримски çĕлĕкне чалăш лартса кама ăсатрăн çурçĕр тĕлĕнче. Якейк. Хаклă юшши карттусне посса лартсан ват çын теç, чалăш лартсан янкăс теç. || Косо. Ст. Чек. Чалăш лартан. Косо ставишь. || Шорк. Ман чалăша куртăр-и паян? Ib. Ун чалăшĕ пасарта сӳретчĕ. (Употр. в шутку в смысле тӳрри, возлюбленный). || Косуля. Paas. 178. Икково. Чалăш = особая соха, пĕр майнелле кăна прахать. N. Чалăш = кусиле. N. Эсир чалăша луччĕ ют çынна тутрнă пулсан, манăн ку тери кăмăл хуçĕлмĕччĕ. || Тяж (у телеги). В. Олг.
челтĕртет
шелестеть. N. Кам çакăн пек илемлĕ пахчара хĕвел ăшшипе йăпанса, хăвасем челтĕртетсе калаçнине итлесе тутлă ăйха каясшăн мар?
черчен
нежный, хрупкий. Кан. Çакăн пек черчен япаласем час-часах пăсăлма, çĕмĕрĕлме пултараççĕ. N. Вăл черченскер, саланса каять. N. Кулинен черчен сасси кĕслен çинçе хĕлĕхĕнни пек ачашшăн юхать.
чӳлĕ
то же, что чухлĕ. Козм. Мĕн чӳлĕ, сколько. ЧП. Çакăн чӳлĕ, столько. О сохр. здор. Мĕн чӳлĕшер = мĕн чухлĕшер.
шайлă
подобный этому. Ст. Чек. Çакăн шайлă турăм (на подобке этого). СТИК. Вĕсем икĕш пĕр шайлă. Они двое схожи между собою (по мысли, по нраву). || Разборчивый, расчетливый. См. шайсăр. СТИК. Çакăн шайлă тума тăрăш. Вот по этому образцу постарайся делать.
шăвăç
белая жесть. См. шуç. N. Масар хĕресĕ çумне шăвăç татăкĕ çине унăн ятне çырса хунă. N. Çийĕ шăвăç (хапханăн), юпи мерчен. Пазух. Шăпăр-шăпĕр çумăр çăвать миçĕт тăрринчи шăвăçа. Кар. Кирпĕч, чӳлмек, шăвăç т. ыт. Çакăн пек ремесла. N. Шăвăçран тунă савăт, жестяная посуда. Толст. 130. Пуçĕ çинче пысăк шăвăç кăкшăмпа шыв лартса пынă. А на голове в большом жестяном кувшине несла воду. || Н. Седяк. Шăвăç, платина? || ЧП. Шăвăç пырат хĕвеле, тытăр хупăр пахчана. || Бляха.
шăлт
подр. захлопыванию двери (слабее, чем шалт). N. Алăка хăй хыççăн шăлт! хупрĕ. Слегка хлопнул дверью. Орау. Алăкне шăлт! хуппăрĕ. Притворил дверь. || Подр. стуку. Б. Олг. Коропкă эпĕ прахсартăм алăран, шăлт! терĕ. || Шорк. Пăрçа хотаççи шăлт! çорăлать. || В. Олг. Сăмсаран шăлт! шаклатрăм. N. Урипеле шăлт! турĕ. || Совершенно, совсем, как раз, точь-в-точь, точно, ровно. Баран. 97. Икĕ сехетре шăлт кăна икĕ çухрăм турăмăр. Ст. Чек. Вăл ĕç шăлт (как раз) çав уйăхра пулчĕ. Ib. Шăлт кăнтăрла тĕлĕнче акмаççĕ. Ана çине кăнтăрла тĕлĕнче çитсен, кăнтăрла сулăнасса кĕтеççĕ. Кăнтăрла тĕлĕнче аксан, тырă пулмас, тенĕ. Баран. 231. Шăлт çав вырăна лартнă. Юрк. Шăлт карта варрине пĕр çĕре шăпăрпа шăлса тасатат. С. Тим. Тăван, уйрăлатпăр, уйрăлатпăр, шăлт çурмаран улма каснă пек. Ст. Чек. Шăлт çителĕклĕ парса ячĕ. Ib. Шăлт çитрĕ. Как раз хватило. Ib. Шăлт кĕчĕ. Как раз поместилось. Ib. Шăлт тулчĕ. Как раз наполнилось. Тувси. Шăлтах пĕтрĕ. Толст. Вăл шăлтах 12 кĕрепенке тайнă. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 12. Вăл тĕрлĕ чĕрĕ япаласем хушшинчи пурăнăçа шăлт хăй майлă çавăрать. О сохр. здор. Эпир мĕнрен чирленине, епле чирленине тата епле сывă пулса пурăннине шăлтах вĕренсе пĕлеççĕ. А.-п. й. 113. Кайрĕ-кайрĕ, шăлт халтан тухрĕ. Ib. 72. Хуçа тарăхнипе шăлт ăнран каять. Ib. 84. Шăлт хĕнесе пĕтерчĕç. Ала 27. Хайхи генерал Евгения курсассăн шăлт тĕлĕнсе карĕ, тет. Ст. Чек. Шăлт ватăлса çитсен. Ир. сывл. 14. Мăшкăл мухмăрĕ шăлтах хуплатчĕ. Чĕлкаш 10. Вара çакăн хыççăн уçă сывлăш тухас пек, çĕр çинче шăлт лăпкă пулас пек туйăннă. Богдашк. Ĕнтĕ шăлт: вăрăм тумтирĕнчен ярса тытам, тесе пыратчĕ те, лап тăсăлса ӳкрĕ хуса пыраканни.
Шĕнер киремечĕ
назв. керемети. В. Михайлов. Шĕнер киремечĕ çĕнĕ çĕре кайни çинчен çакăн пек халлап çӳрет. Шопашкар уесĕнче Апаш ятлă ял пур. Çав ялтан çур Çĕрелле тухсан, уй пур. Вăл уя Шĕнер уйĕ теççĕ. Çак уйăн хĕрринче юхса выртакан çырма пур. Вăл çырма Шĕнер ятлă. Шĕнер леш енче вăрман пур. Вăрманĕ „Шĕнерпоç-саккас“ ятлă. Вăрман хушшинче типĕ çырма пур. Типĕ çырман лаппинче хырсем лараççĕ. Хырсем патĕнче пысăк чулсем выртаççĕ. Çав чулсене киремет пӳрчĕн никĕсĕ пулнă теççĕ. Апашра пĕр Микка ятлă ватă старик пурччĕ. Вăл старик хăватлă вĕрӳçĕччĕ. Выльăх-чĕрлĕх е ача-пăча чирлесен, ун патне суртма каятчĕç. Вăл ирхине апат çияччен сурса панă шыва ĕçтерсен, выльăх-чĕрлĕх чăнах та сывалатчĕ. 1860 çулсенче ака уйăхинче çак Микка Шĕнер уйне тырă акма кайнă. Вăл чылай çĕрлерехех уя тухнă. Уйра нимĕн сасă-чӳ те пулман. Тырă акма ытла тĕттĕмрен, çак Микка лашине тăварса утă панă та, хăй урапа патне ларнă. Вăл урапа аяккинче ларнă чух, темĕн çутти курăна пуçланă. Мĕн-ши ку? тесе, вăл сиксе тăнă та, Шĕнерпоç-саккас енелле çавăрăнса пăхнă. Çав Саккас çырминче ĕлĕкренех киремет пулнă. Вăл киремет таврари киреметсенчен чăн асли пулнă. Вăл киремете чăвашсем Шĕнер киремечĕ теççĕ. Ăна турă ывăлĕ тесе хисепленĕ. Микка çав киремет енелле тинкерсе пăхса тăнă. Малтан киремет пурăннă хыр кутĕнчен уйăх çавраки пек çутă çичĕ хут йăлтлатса тухрĕ, тет. Унтан пĕтĕм вăрман çуна пуçларĕ, тет. Вăрмантан хура тумтирлĕ çынсем тухрĕç, тет. Кӳммелĕ урапасем курăна пуçларĕç, тет. Ураписем, туртисем, пĕккисем ылттăнтан тунă, тет. Кашни кӳммине ултшар урхамах кӳлнĕ, тет. Урхамахĕсем йăпкăн-хура, тет. Çыннисем тем çинчен хытă сасăпа кăшкăрашса калаçаççĕ, тет. Киремечĕ пӳртĕнчен чаплă улпут пек тухрĕ, тет. Ун патне икĕ çын пĕр кӳммелĕ урапа çавăртса пычĕç, тет. Хай шавлакан çынсем, киремете курсан, шăп пулчĕç, тет те, хыпаланса урапасем çине ларма пуçларĕç, тет. Вара киремечĕ: „Каяпăр ку çĕртен!“ тесе хыта сасăпа каларĕ, тет. Çĕр чĕтресе кайрĕ, тет. Пĕтĕм вăрмана шотăртаттарса çĕмĕрсе, вут-хĕм каларса мал енелле тухса кайрĕç, тет. Киреметĕн пĕр тарçи урапа çине ларма ĕлкĕреймесĕр çавăнтах тăрса юлчĕ, тет. Паянхи кунчченех çав Шĕнер киремечĕ пурăннă вырăнта унăн тарçи хуралçă пек анчах пурăнать, теççĕ ваттисем.
пекле
похоже, схоже. Ачач 50. Тата Екор Павăлч сăнне пăртак сиввĕн пекле кăтартать. Ib. 14. Пĕрмаях çакăн пекле каласа çывăрттарать: ан макăр, Матĕрне хĕрĕм... пĕчĕк хĕрĕм!
пыранçă
то же, что пыранлĕ. О сохр. здор. Çакăн пек чирсем пыранçă (упшур) çынсен анчах пулать, вĕсем хăйсене мĕн чухлĕ кирлинчен ытлашшине çиеççĕ.
пысăкшă
(пызы̆кшы̆), величина. Пшкрт. Хорачка. Çакăн пысăкшă. См. пысăкăшĕ.
пирки
(-ги), по причине, из-за (послелог). Кон. Вăхăтра çумăрсем пулман пирки, купăстасем начартарах. Беседы. Хамăр ухмах пирки савăнăç вырăнне пысăк хуйхă тупса ларатпăр. Ыраш 6. Те ир пирки — çанталăк сивĕрех. N. Вăл вĕсем килес пирки кунĕн-çĕрĕн унта-кунта чупкаланă. Кратк. расск. 28. Çав суран пирки хулара пурăнма юраман ăна. Перев. Çапла вăл (медведь) хăй ăссăрлăх пиркипе ăшă тирĕпе тӳленĕ. Регули 1100. Он пирки (сан пирки) мана ватрăç. Бес. чув. 2. Вăл çакăн пек çул нумайĕшне сиен кăтартнине, кун пек çулта çын алли пирки нумай лаша пĕтнине лайăх пĕлнĕ. N. Шăннă пирки шăммăм-шаккăмсем чарăнмасăр сураççĕ. СЧУШ. Çапла вара упа хăйĕн ăссăрлăхĕ пиркишĕн ăшă тирĕпе сапланă. Кильд. † Ах, аттеçĕм, аттеçĕм, ăшлăтуллă алсăна ĕçкӳ пирки (= ĕçкĕне пула) çухатрăн. Чăвашсем 8. Çавăнпа вара чăвашсем ачасене ӳссен ятлаççĕ: сирĕн пиркĕр эпир юмăç патне кайса нумай тăккаланса пĕтрĕмĕр, теççĕ. Юрк. Укçа пирки пит хуйхăрса тăнă вăхăтра хай Миките Микулайĕ ывăлĕнчен çĕр тенкĕ укçа янă пирки хыпар илет. Ib. Санăн ĕçӳ пирки çӳре-çӳре атă пит çĕтĕлет, тет ку та, урăх нимĕн сăмах калама вăтанса. ТММ. Хырăму пирки çурăмсăр юлăн. Трень-к. Шкул хамăр ялта çук пирки, мана хут вĕренме аттесем «Чăкăра» еçсе (= леçсе) ячĕç. Эльбарус. Эпĕ çав çырманалла хыттăн ĕнесене хăваласа чопса аннă чохне, чăнкă пиркипе чикеленсе, йăваланса, çохăрса анчах çырма тĕпнелле анса карăм. N. Курнă асапсене тăван мар анне юратман пирки куртăм. Ядр. Эпĕ ыйхă пирки лашасем пăхма кайман та. Сред. Юм. Ним пирки те мар. Пахча çим. 2. Пирĕн ялсенче кил-çуртсене тĕрĕс лартман пиркипе пахчасене те çавăн пекех ăçта кирлĕ вырăнсене тăваймаççĕ. || Относительно, о, об. Кан. Çĕре пытарнинчен аванни пирки каламалли те çук. Пролей-Каша. Хир пиркинчен, в отношении земледелия (не мастера). N. Куç пирки, о глазах. Юрк. Çав ĕç пирки калаçса пăхсан... Орау. Çыру янă чухне çĕр пиркине те çырса ярăр.
полккă
стая. Якейк. Хор кайĕк, çакăн амăшне кортăн-и? Те корнă, те корман, пиртен кари полккăра.
пусăкăш
(-гы̆ш), величина. Слеп. Кон пусăкăш. Регули 1244. Он пӳрт пусăкăш çок онта. Он пак пусăк пӳрт çок орăх. Ib. 901. Çакăн чол пусăкăш çол.
пушшĕ
то же, что пысăкăш. См. пушши, пĕвĕрлешке. Якейк. † Çакăн пушшĕ полтăмăр, пор сив сăмах пирн çира. Ib. Ăсан-чăхă пушшĕ (= пысăкĕш) хора тĕрлĕ кайăк.
алтчăра
(Альш., Изамб. Т. , СТИК. алζ’ы̆ра, ubi л durum est: apud eeteros muitos, ал’ζ’ы̆ра, ал’џ̌ы̆ра), praestringi, turbidum fieri (de acie ocufurum dicitur), ослепляться (ярким светом, яркими красками), прийти в такое состояние, когда все рябат, и когда перестаешь асно различать предметы; мутнеть (о глазах). Ст. Чек. Куç алчăрат (ал’ζ’ы̆рат) = куç саланат (нимĕне те ретлĕ курмас), т. е. глаза разбегаются и ничего не могут разглядеть. СТИК. Ку тавар çине пăхсан куç алчăрат. Если смотреть на эту материю, то глаза разбегаются и не могут сразу рельефно видеть предметы. Ib. Куç алчăраса кайнă. Глаза разбежались. Альш. Аякри япалана пăхрăм-пăхрăм та, куç алчăраса кайрĕ. Я долго смотрел на отдаленный предмет, и у меня зарябило в глазах (стало трудно смотреть). Изамб. Т. Пĕр-пĕр япала çине тилмĕрсе пăхсассăн куç алчăраса каят. Если пристально смотреть на что-либо, то начинает рябать в глазах. Баранов. 55. Тарасăн куçĕ-пуçĕ алчăраса вăл минкĕресе кайнă. У Тараса помутилось в глазах, и он обеспамятел. Ал. цвет. 9. Çакăн пек тĕлĕнмелле япаласенчен хуçан куçĕ алчăрасах кайнă. От таких диковинок у купца в глазах зарябило. Н. Карм. Куç алчăрарĕ: хĕвел çине нумай пăхма хал çук, куç алчăраса каять. В глазах зарябило: нельзя долго смотреть на солнце, так как свет его ослепителен для глаз. || О сохр. зд. Вĕсем салхуланаççĕ, тĕлерсе пуçне усса тăракан пулаççĕ, куçĕ-пуçĕ алчăраса каять. Они (животные) становятся скучными и сонными, опускают голову книзу, глаза у них делаются мутными и теряют всякое выражение.
кантăр
(канды̆р), конопель, конопля. См. пуса. Цив. † И, кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕн(ĕ) кантăр; кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Изамб. Т. Пукрав вăхăтĕнче шыва кантăр хутаççĕ (мочат). Ала 106°. † Анат Явăш (деревня) хĕрĕсем, хĕрĕсем кантăр ăшĕнче чопаççĕ. Упнер. Чувашин, говоря о прежнем еловом лесе, сказал что он «Кантăр пак ларатьчĕ» (т. е. был очень густ). Сред. Юм. Кантăра татса çапсан, шывва (так!) кайса хотаççĕ, вара о пĕр виç эрнерен полат («смягчается и белеет самая кудель»). Изамб. Т. Арçынсем кĕлте кӳртнĕ чухне хĕрарăмсем кантăр татаççĕ. Питушк. Кантăр: варĕ, вăтамми, лапрашки. Пшкрт. Различные сорта кантăр: 1) лапрашки, 2) вы̆дам, З) кочы̆βос, 4) варбос. Сĕнтĕр вăрри. Чăваш халăхĕ тырă-пулă акса тума пуçласан, çав вăхăтрах сӳс-кантăр та акса тума пуçланă. Кантăр, тата йĕтĕн акса ӳстерес çĕрте çурхи тырпа шутланса тăрат. Кантăра çуркунне, çурхи тырра акса пĕтерсен тин, акаççĕ, майăн 20-мĕш кун телнелле, мĕншĕн тесен, иртерех аксан, кантăра сивĕ лекме пултарат. Кантăр валли ытти тыр пек мар, питĕ çемçе ана кирлĕ, çавăнпа кантăр валли ăрасна ананăн пĕр пуçне тислĕк ытларах тăкса çемĕçтерсе акаççĕ. Кантăр вырăнне пурте пĕр еннелле тума тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ те, сапаланчăк пулсан, кӳтӳ (?) ватса пĕтерет, теççĕ. Кантăра аксанах, çерçисем питĕ çинипе, ани çине хăратмаллисем туса лартаççĕ: ан çитĕр, тесе. Çапла кантăр пĕр виçĕ уйăх хушши ӳсет. Çемçе вырăнлă çĕрте çынран та çӳлĕрех пулат, хытăрах çĕрте кĕске пулат. Ӳссе çитерехпе кантăртан пуса уйăрăлат (пуса — вăрăсăр). Пусана ыраш вырса пĕтерсен татаççĕ. ЬIраш ир пулман чух, ыраш выриччен татаççĕ. Кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ. Кантăра та, пусана та, татсан, ани çинчех тымарне пуртăпа татаççĕ, вара киле анкартине тиесе кĕреççĕ. Анкартинче кантăра купа туса хураççĕ, çапиччен: пуçĕ шантăр, тесе. Кантăра пĕр-ик-виç хут çапаççĕ. Малтанхи хут çаппипех кантăр кипенки ӳксе пĕтмеçт. Çапса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, икшер ывăшăн тытса, мунчалапала е улăмпа çыхаççĕ. Çыхса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, сулă туса, кӳлле кайса хутаççĕ. Сулă тунă чух кантăрне ăрасна, пусине ăрасна, тата йĕтĕнне те ăрасна тăваççĕ, мĕншĕн тесен кантăрĕ пусапа танах пулса çитмеçт, йĕтĕнĕ тата шывра иртерех пулат. Чылайĕшĕ йĕтĕне, тата пусана шыва хутмаççĕ, мĕншĕн тесен йĕтĕн часах çĕрсе кайма та пултарат. Шыва хутман чух йĕтĕне те, пусана та курăк çине анкартине е улăха сарса пăрахаççĕ те, çăмăр çунипе çавăнтах етĕн пулса выртат. Кантăр шывра З — 4 эрнене яхăн выртать, пуса 2 — 3 эрнерен мала (больше) выртмаçт. Кантăра та, пусана та, йĕтĕне те хутсан, шыва лайăх путарма тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен, шыв илмесен, çелти (çиелти) пулмасăр тăрса юлса, тикĕс пулмаçть. Шывран кăларсанах, пуса-кантăра шывĕ сăрхăнма купа туса хураççĕ. Пĕр-икĕ эрне иртсен, киле турттарса каяççĕ. Килте, кашта туса, кашта çине анкартине çакса яраççĕ те, хĕл каçиччен çакăнсах тăрат. Мункун иртсессĕн, çимĕк çитиччен хĕр-арăмсем кантăр тылама пуçлаççĕ. Кантăр пусана, тата йĕтĕне малтан хĕвел çине сарса хураççĕ те, типсе çитсен тылаççĕ. Кантăр, пуса, йĕтĕнсене çакăн майлă тылăпа тылаççĕ. Тыласан, пилĕкшер çурăмăн çыхса хураççĕ; ă тем теççĕ. Чухăн пурнакансем кĕркуннех, арлама сӳс çукки пирки, мунчара типĕтсе, тыласа арлаççĕ. Кĕркунне авăн çапса пĕтерсен, пухрав (так!) вăхăтĕнче сӳс тӳме пуçлаççĕ. Хăш-хăш çуркуннех тӳсе хураççĕ. Сӳсе тăватшарăн, тата пилĕкшерĕн кисĕппе тĕвеççĕ. Сӳс тӳмелли кил (килĕ) — йывăçран тунăскер, çӳлĕшĕ пĕр метр тăрăш пур. Ĕлĕкрех кисĕппе тĕвиччен катмакпа тӳнĕ, теççĕ ваттисем. Сӳсе, тӳсе пĕтерсен, шăртлаççĕ. Шăрт — сысна шăртăнчен тунăскер çакăн пек формăлă. Сӳсе мĕн пурĕ, З хут шăртлаççĕ. Малтанхи хут шăртласан, пысăкки тухать (сӳсĕн çелти пысăк сӳсĕ). Иккĕмĕш хут шăртласан, çинçи теççĕ. Вăл питĕ лайăххи, унтан лайăххи урăх çук. Сӳс тӳсе пĕтерсен, ноябĕр уйăхĕнчен пуçласа, çăварни иртиччен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Пĕчик хĕрачасем, пĕр çичĕ çула çитсен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Малтанах пĕчик хĕр-ачасене пысăккине арлаттараççĕ. Çемьере хĕр-ачасем пулмасан, арçын-ачасене те арлаттараççĕ. Арçынсем ĕлĕкрех нумай арланă. Вĕсем хĕрсем пекех, килĕрен ларма кайса пĕр-пĕрин патне, авăрланă (так!). Хальхи вăхăтра арçынсем сахал авăрлаççĕ. Авăрланă çипписене хутăр-йывăççи çине (на мотовило) хутăраççĕ. Хутăр-йывăççи пĕр метр çурă тăрăшшĕ, икĕ вĕçĕнче урлă пĕр-ик шитлĕ патакран тунăскер. Хутăр хутăрнă чух мĕн чул пулнине шутлаççĕ, ăна ӳкĕм теççĕ. Ӳкĕме тăватшар пĕрчĕн çирĕме çитиччен шутлаççĕ. Пĕр хутăрта çакăн пек ӳкĕмсем: пысăкрах çиппе 5 — 7 ӳкĕм тăваççĕ; çинчереххине 10 — 18 ӳкĕм тăваççĕ. Çакăн пек хутăрсем хĕл каçиччен лайăх арлакан 30 хутăр таран авăрлат, начартарăххи 15 — 20 хутăр, пĕчĕк хĕрачасем 7 — 10 хутăр. Чăваш хĕрарăмĕсем хĕллехи кунсене пĕрмай кĕнчеле авăрласа иртереççĕ. Пĕр каçра З — 4 йĕке авăрлаççĕ. Çăварни çитме пуçласан (çăварни ир килмен чух, çăварни умĕн, çăварни иртерех килнĕ чух, çăварни хыççăн) çип çума пуçлаççĕ. Малтанах çиппе тăршыпа кивсе чӳхесе тăкаççĕ сурчăкĕ тухма; ăна çип сурчăкĕ кăларни теççĕ. Вара, пĕртик типсе çитсен, йăрхах çине пĕр пуçне хутăра тăхăнтараççĕ те, туртаççĕ чăсма. Ун хыççăн пит çăра кĕл шывĕ туса хатĕрлеççĕ те, çав кĕл шывĕ çине чиксе кăларса кантăра çине хураççĕ. Пурне те чиксе кăлараççĕ те (пĕр 15 — 20 хутăр пĕр кăмакана), вара кăмакана хываççĕ. Çунса каясран, вут хутса çунтарсан, ялан çăкăр пĕçереççĕ. Çăкăр тухсан, кăмакана пăртак улăм йĕпетсе хураççĕ кĕтессисене, çип çунса каясран, вара çипе хываççĕ. Çип кăмакара пĕр талăк выртат, тепĕр кун тин кăлараççĕ. Çип хывнă кун, çип хывакан çын патне хора çын пырсан: çип пиçмест, тиеççĕ. Сарă çын пырсан: сарă çын пек пиçет, теççĕ. Çипе хывнă вăхăтра яланах: çип хыватăп, çип хыватăп, шурă пул, шурă пул, акăшсем килнĕ, вĕçсе çӳреççĕ, хуларан çын килнĕ, шур хăмачĕ çиппи çӳретет, тесе калаççĕ. Тепĕр кун çума каяççĕ. Çунă чухне лайăх кĕлне çуса ямасан, тĕртнĕ чух канчĕр; çавăнпа лаях çума тăрăшаççĕ. Çиппине çусан, типĕтиччен хутаççĕ: тĕртнĕ чух яка, лайăх пултăр, тесе. Хутасса çапла хутаççĕ: пĕр витре шыв çине çăмартапа тата сĕт яраççĕ те, çав шыв çине чике-чике кăлараççĕ. Ăна тепĕр тĕрлĕ çип çемĕçтерни теççĕ. Çиппе çемĕçтерсен типĕтеççĕ. Типсен, çăмхалама пуçлаççĕ. Хутăр çăмхаламалли ярăн-йывăççи. Хутăра кăшкар çине çăмхалаççĕ. Çăмхаласа пĕтерсен, çак çипсемпе пир кумма пуçлаççĕ. Пир куммалли сӳрекке, пĕр 8 аршăн тăршшĕ, икĕ вĕçне шăлсем лартнă, пĕр вунă шăла çитиччен. Кумасса икшер çипĕн, е тăватшарăн кумаççĕ, мĕншĕн тесен икшер çипĕн уйăрса çилине тăхăнтараççĕ. Кумса пĕтерсен, çилине çыхса лартаççĕ те, кунча тума пуçлаççĕ. Кунчаласа пĕтерсен, пир витĕрме пуçлаççĕ. Пир сăтанĕ пирĕн патăрта хальхи вăхăтра икĕ тĕслĕ, анчах иккĕшĕ те пĕр майлă. Виççĕмĕш сăтан ĕлĕкин пĕк (!) пĕр вырăна пăта çапса шăтарса лартмалла; анчах ку аванах мар, мĕншĕн тесен пĕр вырăнтан тепĕр вырăна сиктермелле). Пир витĕресси, тата тепĕр тĕслĕ пир кăнтарасси теççĕ. Уна малтан çилинчен ĕретпе мăшăрăн илсе пырса кĕр витĕр илеççĕ. Кĕр витĕр илнĕ чухне пĕрер çипĕн илеççĕ, пĕр мăшăра пĕр çиппине малти кĕртен, тепĕр çиппине кайри кĕртен илеççĕ те, мăшрипе вĕçĕнчен çыхса лартаççĕ. Вара хĕç витĕр илеççĕ те, хăйă çине тăхăнтарса, хивсерен çиппе çыхса лартаççĕ те, тĕртме пуçлаççĕ. Лайăх тĕртекен хĕрарăм кунне пĕр 12 аршăн тĕртет, тепĕр тĕслĕ каласан: икĕ хутăр та çурă, иккĕ тĕртеççĕ. Çавăн пекех тĕртеççĕ ăратнене те, анчах унта тăват ура пусси, тăват кĕр. Ыттисене пурне те çавăн пекех тăваççĕ. Тĕртсе пĕтерсен шуратма пуçлаççĕ. (Сообщ. А. Максимова). || Фамильное прозвище в с. Альменеве, б. Асакас. в.
капачка
(кабач’ка), род бранного обзывания, более слабого, чем русск. «дрянь». Карамыш. (Хĕр). Пасара айта! (Каччă). Ай, капачка, çакăн пек çăмăрто кам пасара каять поль!
картлă
зарубчатый, ступеньчатый; с набором (сапоги); писаный (лепёшка). ЧП. Шаврăш урамĕ картлă-картлă; карчĕсем кайĕç, юр кайсан. Ой-к. † Картлă-картлă пашалу, карчĕ тăрăх çыв (siс!) юхать. Курм. † Картлă-картлă пашалу, пеçерем-и, çиям-и (-ы)? Çиленнине мĕн пĕлен — торт, ӳкер те, саркала! Кр. Чет. † Картлă-картлă пашалу, пашалуне кам çият? Кам аланнă, çав çиять. Изамб. Т. Çакăн çулçи картла-картлă пулат. Ib. Юманăн çулçисем пит сарлака, картлă. Ib. Картлă-картлă пĕлĕт витĕр уйăх шăвать те, йăл пăхать. «Сквозь волнистые туманы пробирается луна». N. Картлă-картлă йăс (= йĕс) таканлă атă. Сред. Юм. Картлă-картлă пренкĕ (пряник) тесе, вăрăм, хĕрлĕ питлĕ, хĕрри картлă-картлă пĕренке калаççĕ. Яндобы. Кăмака айăнче хĕреслĕ тенкĕ выртĕ. (Картлă пашалу). Полтава 44. Тарăн картлă пит-куçне («глубокие морщины»)... || «Священный». Слакбаш. Канаш картлă, юмах йӳплĕ. (Послов.). || Подставка, которая употребляется при поднятии камня (на мельнице). Мочеи.
килкеле
учащ, ф. от гл. кил. Альш. Ĕçрен пушана пуçласан, унта-кунта ыйткалама кая-кая килкелерĕç хăшĕ (погорельцы). Ib. Упăшки, ку килкеличчен, тавну (давно) килне килсе ларат, тет. N. Килкелесе карĕç. Приходили несколько раз. N. Эп сирĕн пата тата килкелĕп (буду захаживать). Янтик. Вĕсем пӳрте килкелесе кайрĕç-ха, вĕсене тек чĕнмесен тĕ юрĕ. К.-Кушки. Эсĕ пирĕн пата çакăн пек пушă кунсенче килкелесе лар (навещай нас). Ib. Пирĕн Таркан-пуçĕнчи аппасем çула кăна килкелесе каяççĕ, хĕле кĕрсен, килеймеççĕ вара. Альш. Çитет праçникĕмĕр Пукрав, килкелеççĕ хăнасем те; çуннă, тесе, чарăнсах тăмаççĕ ĕçесрен (после пожара). Йӳç. такăнт. 20. Ох-хо-хох! Тепле килкелĕç кĕçĕр: çунине ватĕç-и, хăйсем аманĕç-и! N. Вăл пĕрер хут çеç килкелесе каять.
кичĕм
то же, что кичем. Утăм № 1, 35. Сасартăк акă çакăн чух тем сикнĕ тухнă, ахăлтатнă; пăхсан, этем , анчах пит шух, кичĕм-кичĕм вăл пăхкаланă. (Это стихи!). Правоп. сомн.
кун
кон (кун, кон), день. Б. 13. Пĕр-кун каяс тесессĕн, çичĕ кунлăх çăкăр ил, теççĕ. Хурамал. Кунтан кун ырри пар, çĕртен çĕр ырри пар. Пшкрт: ыр ҕон п̚олды̆р! (Говорят при входе в дом). Чуратч. Ц. Ваçкă: виçĕ куна сăрук пар (дай три дня сроку), тесе, каларĕ, тет. Шугур. Ватман кун та иртмесчĕ. Не проходило дня, чтобы не били. Ивановка. Вара уччиттĕл ман ята ыйтса çырчĕ те, çав кунех (в этот же день) молебĕн тунă çĕре пыма хушса, тухса кайрĕ. Чист. Праçник виç кун тесен (за три дня до п.), хатĕрленме тытăнаççĕ. СПВВ. Тепĕр кунчех (вместо «тепĕр кунах»); тепĕр кунче, тепĕр кун, тепĕр кунхине. Ib. Çапла туман кун иртмен. N. Хăш кун хăш-хăш çыннăн килĕшнĕ кунĕ пулат: юмăç калат: сан çав кун телейлĕ, çав кун телейсĕр, тет. Холера 2. Пĕрре касса пилĕк кун иртсен. Через 5 дней после первой прививки. Ала 9З°. Икĕ кун иртсессĕн, виçĕ кун çине кайсассăн, çавă кайранхи ама çори амăшин хĕрĕ пĕр татăк çăкăр ыттисем куриччен (тайком от других) панă. Моркар. Тата пĕр виç кон тапак пураккинче осранă полсан, Есрелĕ вилеччĕ, паян кон та пĕр çын вилмесчĕ. Собр. Юнкун, эрнекун, шамăткун — çăмăл кун, теççĕ. Якейк. Çоха тума, утă çолма тыр вырма тунтикон е йонкон тохаççĕ; ытти консам тохсах каймаççĕ. Кĕтӳ те тунтиконпа йонкон кăлараççĕ. Регули 1207. Ик кон иртсен, кил. Приходи через 2 дня. Альш. † Уйăх тури (= турĕ-и), кун (солнце?) тури, саланас кун тин тури. Саланас кун тăвиччен, пухăнас кун тăвас-мĕн. Пазух. Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Скотолеч. 12. Ăна (это) кунне виççĕ (трижды) памалла. N. 9 кон вăрçă тăрчă, 9 коншăнче нимĕч кайăлла чакрĕ. N. Покрав кон (-к̚он) киле çитрĕм. Орау. Пĕр кун урлă, пĕр кун урлă (через день) киче-киле каятьчĕ. Ib. Виç кунтан (через каждые три дня) хурал тăраççĕ. Менча Ч. Пĕр-пĕр пушă кунĕ, е праçник кунĕ (в свободное время, или в праздник). ЧС. Çав кун (при погребении) пит ăшăччĕ, çавăнпа пирĕн аттене (умершего); аван çын, терĕç. Кун усал пулсан: усал çын вилнĕ пулĕ, теççĕ. Ib. Сĕрен кунĕ ачасем ирех хатĕрленеççĕ. Кан. Июнĕн 12-мĕш кунĕсенелле (приблизительно около 12 июня) хăмла пахчисене симĕс хурт ерчĕ. N. Уяр кунсам ероплансам кураппăр. N. Вăрмана кайсан, кашни кунах куратпăр эпĕр ăна. К.-Кушки. Вăл вилес кун ыран тесен, Чĕмпĕре тухса кайрăм. Я выехал накануне его смерти в Симбирск. ЧС . Вара вăл куна кунĕпех ĕçсе çирĕç. N. Пĕр кунтан тепĕр куна хăварса ан пыр. Не откладывай дела в долгий ящик. Карсун. Эпĕ ялта пурăннă чухне, хир ӳчӳкĕ тепĕр кунĕ тесен (накануне полевого моленья), мана асанне каларĕ... В. Олг. При входе в дом (в будни обыкн.) говорят: «Манăн килес, ыр кон полтар!» Отвечают: «Килех конталла, торă полăштăр! Юрк. Çăв уйăхийĕн пилĕккĕш хунĕнче (5-го мая). N. Çапла вăл ана çинче ирхи куна каçчен пуçтарса çӳренĕ (колосья). N. Пĕр кунччен, икĕ кунччен хăй тайăнĕпе макăр уншăн (об умершем). Юрк. Авă çав тĕпне пирĕн чăвашсем çак куна çитернĕ. Ib. Хĕлле кун таврăнат, çула çĕр. N. Вăл ĕç пулни ĕнтĕ паян виççĕмĕш кун. Регули 391. Ик контан холара полăп. Орау. Кунĕсем пăрмаях вăрăмланса пыраççĕ. N. † Атте-анне пире тупман пулсан, ăçтачĕ пире çутă кун. Ашшĕ-амăшне. Ак калаç ĕнтĕ пĕр иртсе кайнă япала çинчен. Иртнĕ кунăн çутти çук. Пазух. Вăрăмах ĕмĕре, кĕске куна, ырлăхпа иртерсе ярар-и? Ст. Яха-к. Çынсем мункун тепĕр кунне те ĕлĕкхи кун (накануне) пекех, ирех килĕнче апатсем çикаласан, пĕлĕштантăшĕсемпе пухăнса сăра ĕçме пуçлаççĕ. N. Пасар контанпа (со дня базара). Çутт. 153. Систермесĕр, тăхтамасăр иртрĕç карĕç çу кунсем, йăвăçсенĕн пĕр чăрлавсăр вĕçрĕç-пĕтрĕç çулçисем. Кан. Ах, те кунĕ килĕшмерĕ! — Характеристику дней недели см. Магн. М. 23, 21. || Погода. N. Кун (çанталăк) ăшăтса карĕ, кун сивĕтсе карĕ. Хурамал. Тĕлĕкре пулă курсан, кун сивĕтет, теççĕ. Юрк. Хĕвел хĕрелсе тухсан, кун пăсăлат. Сред. Юм. Ко яхăнта пĕр те латлă кон полмарĕ. На этих днях хорошей погоды всё не было. Ib. Акнă чохне кон килĕшнĕ. (Пĕр тĕрлĕ тыр ытти çынсĕн аван полсан, пĕрин начар полсан, çапла калаççĕ). Изамб. Т. Эпир тухнă чухне кун аванччĕ. Эпир Елчĕк патне çитерехпе тăман туха пуçларĕ. Ib. Кун ларат. Погода проясняется. N. Эх, паян кун лайăх-çке! N. Ма каяс мар вăрмана, çурхи кунта савăнма? Орау. Çакăн пек кун эпĕр ĕлĕк çичĕ хут шыва кĕнĕ. || В некот. установившихся выражениях афф. З л. в этом сл. опускается: раштав кон, в д. рожд..; мăнкон кон, в первый д. п. || Время. N. Паян анчах мар, кун пур халь! Алла кĕрĕн (попадешься в руки) хăçан-та-пулсан! N. Эсĕ пулăшнипе çакă куна çитиччен аван пурăнтăм. N. † Çаранлăха çул хыврăм çулахи кун çӳреме. N. Ку куна çитрĕм ĕнтĕ, çапах та пĕр сасă-чĕвĕ те çук ун çинчен. Б. Олг. † Тавай каяс, киле каяс, ирхи кона каç турăмăр (= уже вечер) Тим-к. Çак ачан кĕтӳ пăхнă чух нимпе те кун иртермелле мар, тет (скучал, не зная, как провести время). N. Кирлĕ кунта эп те кирлĕ пулăп (когда нибудь и я пригожусь), тесе, калат, тет. || Жизнь, течение жизни. Т. IV. Эрнекун вилнĕ çынна: кунĕ пĕтсе вилнĕ, теççĕ. Изамб. Т. Кунĕ пĕтнĕ пуль çав. БАБ. Усалшăн та кун иртет, ырăшăн та иртет. N. Ыр кон корас. Альш. Çĕмĕрт пиçсен вара кун (наступает веселое житье) Елшелсен. СПВВ. Х. Çамрăк кунтан кун малалла, ватă кунтан кун каялла. (Послов.). N. † Аттĕ панче ырлăх нăмай, кун сахал. Ск. и пред. 5. Каях, каях, йӳтетмĕш, курăн-çке ху кунна! Ст. Чек. Унăн кунĕ те кунта-кăна. 1. Единственно только здесь может он жить. 2. Он только здесь и бывает. (Слово «кунĕ» употреблено здесь в смысле «жизнь»). Ст. Ганьк. Ыр кун пар, ырă çул пар. N. Пӳлĕх суса панă кун пĕтмесен, уйрăлаймăп, тăван, эп сиртен. || Счастье. N. † И, ялăмăр, ялăмăр, ялта пирĕн кунăмăр. Эпир ялтан тухса кайсан, ăçта ырă курăпăр? (Солд. п ). Альш. † Атте анне пиллĕх çитсессĕн, турăпа пӳлĕх пире кун парĕ. || Участь. Судьба. Мошков. † Пире атте-анне çуратнă ăрăскалсем пĕтнĕ вăхăтра, çавăнпалан çак кунсене куратпăр. Ib. † Эпир пĕр каятпăр пит аякка, пирĕн кунсем туртат килелле. N. Эпĕ ырă кон корас çок. N. Çакă куна (горе еtс) курассăн туйăниастьчĕ. Баран. 122. Çапах та çак куна куракан йывăç сахал. Однако лишь немногие деревья подвергаются этой участи.
явлăк-тĕрри
назв. рисунка домотканого платка. К.-Кушки. Тата чăвашсем, çытсă пĕтнĕ вăхăтра, явлăк тĕртсе тăваччĕç, ĕлĕкхи сурпанĕсене сӳтсе. Явлăк тĕрри çакăн пек-чĕ: кумми 20 мăшăр шурă, 10 мăшăр хĕрлĕ, тата 10 мăшăр шурă, 20 мăшăр хĕрлĕ, тата 10 мăшăр шурă, 10 мăшăр хĕрлĕ, тата 10 мăшăр шурă, тата 2 мăшăр шурă, 2 мăшăр хĕрлĕ, тата 2 мăшăр хĕрлĕ, тата 10 мăшăр шурă; ураççи те çавăн пекех.
епле
(jэпл'э), как, каков, какой. N. Этем епли ачи-пăчи çинче палăрать. На детях видно, каков человек (о человеке можно судить по его детям). Сл. Кузьм. 75. Ху кам иккенне пĕлтерес тесен, юлташусем камне кала, вара эпĕ эсĕ еплине пĕлеп (я узнаю, каков ты). Беседа чув. 4. Епле хĕнетпĕр-ха? — Ăçта? Вара пушăсăр çула тухас тетĕн-и-мĕн? Альш. Ĕç, ĕç! Епле вăл, ĕçмесен? Апла эсĕ пире хăнана чĕнместĕн. Пей, пей! Как это не пить? Этак ты нас и в гости не позовешь. Етрух. Вăл: акă епле тасататăп, тет, пур чир-чĕре кил-ăш-чиккинчен хăваласа кăларатăп çакă килтен! Макка 139°. Юрăсене пусма пулнă-чĕ, вĕсене пусĕç-ши? епле пек? Песни обещали напечатать. Как тебе кажется, напечатают ли их? Орау. Çакăнтан ӳксен, вилмелле-и? (или: кунтан ӳксен, вилĕн-ши? — Епле ӳкен вĕт! А что, если прыгнешь отсюда, то умрешь? — А ведь это зависит от того, как упадешь. Юрк. Эсир епле ятлă çынсем пулатăр? Вы что за народ, что за племя? IЬ. Эсĕ епле кĕл-тунине эпĕ пĕртте курман, — епле кĕл-тăватăн? тесе ыйтат. IЬ. Санран ыйтатăп эпĕ: эсĕ хăна ху епле, айăплă тетне е çук-и? IЬ. Хăшĕ епле суеçтерме пĕлет, çав çапла суеçтере пуçлат. Никит. Ав, Петĕр киремете çырлахтарманшĕнех вилчĕ вĕт. Епле çырлахтармастăн ăна, епле çураçмастăн унпала? тенĕ. Ст. Чек. Епле илем (как мне купить) çакăн пек карттус? Ст. Шаймурз. Кӳлсе тухрăм çӳрен утăра, çул еплине пĕлмешкĕн. Хыпар № 27, 1906. Епле апла (как это так), мĕнле хаçетшăн (= хаçатшăн) тĕрмене хупаççĕ? тетĕп эпĕ. Юрк. Пире, чăвашă, юрат-çке, тетĕн, вăл епле апла юрат пулĕ? (как это допустимо?). Альш. Вĕсем кайиччен, ял еплерех (какова примерно) иккенне пĕлсе юласшăн эпĕ. || Какой бы ни...; как бы ни... О сохр. здор. Епле çыннăн тă (какому угодно человеку) хăйĕн тумтирне шаккама ĕçленĕ хушăрах кăшт та пулин вăхăт пулать. Альш. † Шурă Атăл хĕрри шурă хăйăр; еплеех те шурă пулсан та, юр пулмĕ. || В вопросах соотв. русск. а что, ну что. Юрк. Кăсен сăмаварĕ тахçантанпа тасатман: пăхма ирсĕр, тикĕт чӳлмекĕ пек хуп-хура. Хуп-хура пулнине курсан, хăни: эсир епле, куллен чей ĕçетре? тесе ыйтат. IЬ. Епле, И. И. сана киле ячĕ-и? IЬ. Пайтахчен уткаласа çӳресен тата: епле, аван-и? Вуласа пăххалĕ, итлем, тет.
юл ил
набраться силы, поправиться. СПВВ. Е.С. Юл илни — ывăннă çĕртен выртса е ларса канни, апатланни. Тата пуян çука ере пуçласан, тепĕри ăна пулăшса, çĕкленсе кайни. СПВВ. Х. Юл илтĕм, поправился. Толст. Вăл хуппăн хĕррисем ӳссе тĕмескеленсе кайрĕç те; улма йывăççисем, аптракаласан-аптракаласан, юл илчĕç. Шарбаш. Чирлĕ çын йăл (йол) илет. Больной человек выздоравливает. || Шибач. Йол илме поçларĕ. Начал богатеть. В. Олг. Вăл халĕ йол исе. (Так говорят о поправившемся человеке или животном). N. Çакăн пирки малалла йол илессе ĕмĕтленмелли пĕре те çок.
лайăх
хороший; хорошо. В. Байгул. † Лайăх лашасем ямшăклăх, лайăх ачасем патшалăх (годны на службу государству). Сюгал-Яуш. Пĕр лайăх кун ман пата юлташсем пычĕç те, каларĕç. N. Лайăхран те эпĕ ăна илтĕм. Орау. Ан та кала (и не говори), лайăхскере так кулăхах (незаслуженно) хурлаççĕ! Ib. Лашана лайăхскере туянчĕ. Регули 130. Вăл ĕçлени лайăх. (Его работа хороша). Якейк. Лайăх кайăр! Счастливого пути! N. † Эпĕрех килтĕмĕр, каятпăр: кайни лайăх (хорошо, что уехали), тесе, ан калăр. Регули 594. Ман окçа полсан (если бы были), лайăхчĕ. Ib. 748. Лайăх мар, çомар çăвать. N. Эсĕ ху ăçта выртатăн, çавăнтах сар, иккĕн калаçса выртма лайăх. N. Вуламасăр тăриччен (лариччен), вуласан лайăхрах пулĕ. Чем не читать, лучше читать. N. Лайăхăн лайăхах пулат (= лайăх çыннăн ĕçĕ те лайăх пулат). || Хороше́нько. N. Лаша туяннă чухне (во время покупки) лайăх пăхăр (смотрите хорошенько, т. е. внимательно). N. Лайăх ларăр. Сидите хорошенько (не упадите). || В достаточной степени, в достаточном количестве, вполне, порядком. Чăв. й. пур. 19°. Эсĕ эреххе лайăх пар та, тĕрĕс пар, тенĕ. Якейк. Ку урока эп лайăхах пĕлимасп (не совсем хорошо знаю). N. Çавăншăн вара ăна лайăхах хĕртсе ячĕç (порядком прибили), тет. О сохр. здор. Акă пĕр талăкра пĕр çынна 2 кĕрепенкке çăкăрпа виç чĕрĕк аш, е авантарах пулă лайăхах çитет. Хĕн-хур. Вăл тухса утнă вăхăтра лайăхах тĕттĕм пула пуçланă. Регули 1405. Эп она лайăхах ватрăм, асăнĕ вăл мана. N. Пĕр сехет лайăхах (= вполне) пулĕ (т. е. несомненно теперь уже не менее часа пополудни). Г. А. Отрыв. Пĕр шанта 20 витре лайăхах пур вара, лайăхăнах çирĕм пур. СЧУШ. Пĕрени майĕпе сулланса кайса пачĕ, тет, кăна (медведю) пуçĕнчен лайăх кăна (здорово). В. Олг. Лайăх пăхас (угощать). Кан. Хăшпĕр чухне сехрене лайăхах хăпартаççĕ (пугают). Юрк. Кунта хăнана килтĕр-ем эсир, лайăхтарах çиесем ыйтăтăр? || Приветливый. ПВЧ 99. Аттипе те апи лайăх полсассăн, тата килĕс кăмăл (желание) пор. || Удачный. Якейк. Лăйăх çоратмарь; арăмăн ачаран телĕй полмарь (роды были неудачны). || Неповрежденный. N. Лайăх çтенаранах тĕтĕм (дым) тухать. || Здоровый. В. Олг. Лăйăх-и? Су-и? Здоров-ли? — Су, лăйăх-ха. N. Лайăх-и? Сыв-и? Здоров-ли? Здравствуйте! Альш. Тимĕрçĕ ачи ирĕлтернĕ тăхланне çакăн лайăх куçне (в её здоровый глаз) яра пачĕ, тет. || Небось. Орау. См. халтлаттар. N. Пуçран пĕре тăхăнтарсан, илĕн вара! Вот дам тебе по башке, небось тогда возьмешь! (или: „вот тогда возьмешь!“ — Этот оборот употр. в смысле угрозы: если ты возьмешь, то я ударю тебя по башке!). Якейк. Пĕре холăпа çонтарсан, лайăх вăрмана кайăн! Вот отпорю прутом, тогда будет леç! (Так гов. напр., ребёнку, который надоедливо просится в лес). || Можно. Скотолеч. 10. Çав вăхăтра ăна (жеребёнка) алла вĕрентме лайăх (можно приручить).
лутка
кадочка прибл. в 0,7 метра вышиною и 0,5 в диаметре. СТИК. Лутка — кадка, в которой носят на палке воду для лошадей. СПВВ. ТА. Лотка = катка. Якейк. Лоткая ăна çăка хăвăлĕнчен пуринчен ытла тăваççĕ; онпа шу, сăра тусан, ăсла, сăра йăтаççĕ (носят двое, за веревку, или за железное перевесло, на плечах, при помощи кĕвенте). Такмах. Витрепе ăсмалла, луткапа тултармалла, алтăрпа валеçмеллĕ, тет. С. Алг. Çак хăтанăн ултă луткапала кăмака çинче вуникĕ çĕлен пек чашкăрса йӳçет пыл. Вотлан. Тĕпсĕр лутка аш тулли. (Пӳрнескепе пӳрне). Пшкрт, В. Олг. Лотка, большая кадка с мукой Ст. Ганьк. † Лутки-лутки пыл лутки. Собр. Лутра çынна лутка çурă, теççĕ. (Послов.). Ib. Лутра çын луткă çур ĕçет, теççĕ. Панклеи. Холари халăх, çакăн халаппине илтсен, пĕтĕмпех шу кăларнă çĕре (ко времени добывания воды?) хатĕрленсе тоххĕрç, тет: хăшĕ црес (так!) йăтнă, хăшĕ лотка илнĕ, хашĕ пичке торттарнă. Орау. Луткапа кĕвентелесе шыв йăтаççĕ, сăра сĕрсен, пичисен сăра йăтаççĕ. N. Луткана иккĕн йăтаççĕ; унпа ăсла, сăра йăтаççĕ, тырă та ятаççĕ. Унăн хăлăпĕ пур. Лутка кĕвенти (палка, на которой носят л.) им. приблиз. 2 арш. в длину Л. делается из липы или из осины. См. крăмусла. || Ушат. Ст. Чек. || Купель. Пазух. Чакăсенĕн хĕрĕсем пĕр луткана кĕне пек. || Лодка. Макс. Чăв. К. I, 82. Лотка хăмисăр хăма, юхайрать-çке Енĕшпе. Сред. Юм. Лôтка, лодка. N. † Атăл хĕринчи симĕс лотки кулет тума (кататься) пит лайăх.
лӳшкентер
(л’ӳшкэн’дэр), понуд. ф. от лӳшкен. Никит. Унтан та пулмин, пĕрри хыçалтан (сзади) пырать те: çакăн пек çăмăр çутăр! тесе, лушкентерсе хăварать (обливает водой). СТИК. Ытла ан лӳшкентер (кашу маслом). Трхбл. Çумăр паян лӳшкентерчĕ!
мĕнма
(мĕн+ма), зачем, для чего. Етрух. Ваттисем хушнине мĕнма ӳркенес-ха, теççĕ; вăл çумăр пулсан, хамăра усă пулать. (Çумăр чӳкĕ). Синьял. Тӳмелле пушмак тăхăнсан, мĕнма хывас килмеç-ши? Чун савнине курсассăн, мĕнма уйăрлас килмеç-ши? Никит. Мĕнма çакăн пек-ха вăл? См. мăнма.
йӳççи
водка. Сказки и пред. чув. 41. Сыпас-чĕ-çке пăртак йӳççине, çакăн пек ĕç хыçĕнчен. КС. Йӳççи пур-и? Есть ли вино? || Яд. Хурамал.
эй
(эj), звательная частица. Восклицание удивления, восхищения, сожаления, недовольства, нежелания вести о чем-либо речь. Изамб. Тет. Эй Турă, çумăр пар. Букв. 1904. Эй тĕнче! пулаççĕ-мĕн çакăн пек урапапа çӳрекен телейлĕ çынсем! Юрк. Эй савăнать-çке! Ах, как он обрадовался! Юрк. Эй, çав çимĕçсене тутлă пĕçерме пĕлеççĕ-çке! Альш. Шик! шăхăрать (сăвăр), çынна курсанах. Эй, вара лешсем, лапра çӳрекеннисем, улăхаççĕ, тустарса, сăрталла, шăтăкĕсем умнелле! Юрк. Лаши çап та суха туртисем хушшинче сулланса тăнине курсан, çиленсе: эй, пĕтесшĕ, кашкăр тытса çийесшĕ! тесе, ылхана пуçлать. N. Эй, сысрĕ пулĕ-çке! Ну, небось, и струсил он! N. Эй, шаккăттăм çĕçĕ аврипе! К. Кошки. Эй Туррăмăр, мĕн пурне эс паракан. Эй мăнтарăн этеммисем, пурăнаççĕ-çке! — эсĕ пур!... (Выражение зависти). Альш. Эй Турă, кунта пурăнма аван та, анчах кунта çимелли нимĕн те çук, тет. N. Эй саламалник, тав сире! N. Инкĕш каланă: эй, суеçтерсе ларатăр! тенĕ. N. Эй, пĕлместĕпĕр çав, пĕлместĕпĕр! Çав пĕлменнипе хуплать пире. N. Вăррисем: аçа çапрĕ! аçа çапрĕ! тесе калаççĕ, тет. Эй, тараççĕ! тет. Альш. Эй, тетĕшсем ылттăна пуçтараççĕ, тет! (=ну собирать!). Тораево. Пăчăр калать, тет: эй, мучи, пирĕн паталла (в нашей стороне) пурте Пăчăр ятлă! тĕсе калать, тет. Юрк. Эй, пăхса тăма илемлĕ-çке!... N. Ну, ку тилли утланса ларчĕ, тет те, эй, кĕсем каяççĕ, тет, тусан тустарса! Альш. Эй, аван тунăпать-çке вăл шыв хĕррисем! Альш. Эй вăрманĕ! йывăçĕсем яшт кайнă çӳлелле! Альш. Эй, усалччĕ-çке вăл, Димитрий Васильевич Ковалев! — тытатчĕ те, перетчĕ пуçран тускапа! IЬ. Эй, вăл халăха ăса кӳртет-чĕ-çке (учил уму-разуму) — пире, пĕлмен çынсене! Уф. Малтан (мать) кĕпене уçрĕ, унтан — эй, мана хĕртме! N. Ашшĕ аслă ывăлне: шыв ăсма кай-ха, тесе калать, тет. — Эй атте! пĕр çавра çил килĕ те веçтерех кайĕ, тесе калать, тет. Тораево. Эй, эпĕ Пăчăр ятлă çына тарлама хушманччĕ! тесе каларĕ тет (я не велела нанимать человека по имени Рябчик). Юрк. Эй, пире тăвана юрĕ-çке! (или: юрат-çке). || Также восклиц. при быстрой езде: берегись! СТИК. || Иногда соотв. русскому право! Демид. Ăна вара ача-пăчасем: Еремкке пичче, эсĕ ав çав ларакан çерçи куç шăрçине лектерейĕн-и? тесен: эй, лектерĕп! тесе калаччĕ, тет.
эрне
(эрн’э), хорошо бы, но... Конечно. Правда. (Каз.-тат. äрiнä). Вара çавă тăлăха юлнă хуçа ачи ялтах хуйха ӳкнĕ; эрне (правда) вăлă вăл-ку çитменшăн хуйхăрман, анчах вăлă пĕччен юлнă, çавăншăн анчах хуйхăрнă вăл. Кильдиш. Епле апла эсĕ çавă чипер арăмна, ытарса, ирĕке (scr. йркĕ) пăрахса каян; эрне (конечно), каясси кайăн, анчах санăн арăмна пĕри-пĕри ерсессĕн, эсĕ вара мĕн тăва пĕлĕн? тенĕ. СТИК. Эрне пырăттăм, пыраймап: хурăн вутти хучĕç те, хурçунатма çунтарчĕç; вĕрене вутти хучĕç те, вĕр çунатма çунтарчĕç. (Говорит дикий гусь. Этот гусь был обращен в женщину и отдан замуж за сына одного человека. Вот эта молодушка приходит к ручыо за водой. Ее подруги зовут ее с собой, говоря: «Атя, Алтьук, киле, аçу килчĕ пасартан, кулачă илсе», а она говорит эти слова): к СПВВ. ПВ. Эрне, çапла та, анчах... Эрнеччĕ те çав, анчах... Конечно, это так, но... (так-то так, но...). N. Эрне шурă пӳрт хура пӳртрен хакла ларать (правда). Зап. ВНО. Эрнеччĕ те (=мало-ли что), эрне кун мар çав паян. (Изречение, указывающее на неисполнимость желаемого). То же и в Сред. Юм. Орау. Ай-ай, кăçал пĕр кĕлетлĕх явăç кăлараяс-чĕ! (срубить и вывезти из леса). — Эрнеччĕ те, ачам, те вăй çитĕ, тем-çке. Н. Лебеж. † Хĕсĕк, хĕсĕк куçлисем шăтăк виттĕр пăхаççĕ; чармак, чармак куçлисем чаршав урлă пăхаççĕ: ĕнтĕ пырам, тийеççĕ; эрне пырăр пырасса. К. С. Эрнеччĕ, çапла тăвасчĕ те, вăй çитмест. ld. Эрне апла пулĕ те вăл (может быть, и так...). Ч. С. Эрне турă мĕншĕн пире капла тунине пĕлме çук та, ваттисем юрăннă пек пурăнмалла çав, терĕ карчăк. Образцы, 43. Эрне те каймăп Нарышкина, сăрлă çунам ӳречи хуçăлчĕ. N. Эрне, çапли çапла... Правда, оно так-то так... Изванк.? Эрне çакăн пек усал ĕçсене пурте тумаççĕ те, çавах пирĕн енче ун йышши çынсем нумай çав.
ыйхă
(ыjррры̆), сон. Микуш. Пĕтĕм выльăх çывăрса карĕ, тет, ĕмĕр вăранми ыйхăпа. Ч. Й. Вăрантăн-а, тăван, ăшă ыйхăнтан? Сир. 59. Çисе тăрана пĕлми çын ыйхăсăр асапланать. Сир. 57. Мул-пуянлăха пăхасси ыйха вĕçтерет. † Пылтан тутлă ыйхăсем татăлать. Дик. леб. 48. Вăл çывăрайми пулнă, ыйхи тарнă, ахаль анчах çывăрнă пек туса выртнă. Лап-к. Çакăн питĕ ыйха çывăрас килнĕ. Урож. год. Ун та ыйхи вăранчĕ. Шурăм. № 19. Ыйхă тутлă пулмалла, тăрасшăн мар. || В Çатра — ыjҕы̆ «сон», но ыjы̆к килэт «хочется спать».
уйăх
ойăх (уjы̆х, оjы̆х), луна, месяц. Трехбалт. Уйăх йĕтем пысăккăшĕ, теччĕç ваттисем. Альш. Уйăх çинче шыв кĕвентиллĕ хĕр тăрать, теççĕ. Н. Седяк. Уйăх çинче кĕвентепе витре ятнă хĕр тăрать. Çав хĕрĕн икĕ вăрă пиччешĕ пулнă, тет. Ăна çур-çĕр тĕлĕнче, вăрăран таврăнсан, шыва янă, тет. Çавăнта хайхи хĕр, макăрса, каланă: мана уйăх хăй патне илинччĕ, тенĕ. Вара ăна уйăх илнĕ. В. Олг. Полнă ĕлĕххи арăмăн хĕрĕ. Амăшĕ осалпала пĕр шот тытнă, осала качча парас тенĕ. Çиччас хĕре çор çĕрте каранхи амăш хусарат шу патне. Каят хĕр шу патне макăрса. Шу патне çитсен, осал исе каймалла хĕре. — Ойăх та пор, тет, хӳел те пор, тет — осала качча кайиччен, илĕр мана, тет. Каран торă хăпартат она ойăх патне витри-мĕнĕпе. М. Вас. № 3, 19. Уйăх çине сăнаса пăхсамăр-ха, ваттисем: Марье тăрать куйланса, ик айккинче витрисем. Ст. Чек. Ĕлĕк уйăх аслăк тăрринче кăна пулнă, аслăк çинче каçхине хĕрсем тĕрĕ тунă. Пĕр хĕрарăм, таса марĕ кайнă чухне, çынсем çук чухне, вăтаннипе уйăх çине таса маррине сĕрнĕ. Уйăх çичĕ кун, çичĕ каç шавласа хăпарнă. Обр. чув. пес. Пазухина. Уйăх пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, çăлтăр пур; сар хĕр пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, каччи пур. Сятра. Çунатсăрах вĕçет, тымарсăрах çитĕнет. (Уйăх). Лебеж. 456. Пичче ăйăри кĕçенĕ, пĕтĕм çĕре пăхĕ. (Уйăх). Альш. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр: уйăхĕсем пулмин те, çăлтăрĕ пур. Собр. † Уйăх витĕр уй курăнат. Букв. I ч. 1904. Хăнисем хапхаран тухса, çаврăнса кайнă çуна йĕрĕсем шур юр çинче уйăх виттĕр курăнса выртаççĕ. Собр. Уйăх пур та, çутти çук. (Тăмана шăтăкĕ — слуховое окно). Ст. Чек. Эп ăна уйăх çутинче (при свете м.) аран палларăм. N. Ойăх çути, окошкаран кĕрсе, çутатса тăрать (светит в окно). N. † Тĕсĕр-пуçăр (ваш. облик) тулнă уйăх пек. Б. Хирлепы. † Уйăх çути пек варличĕ; уйăх çутипе уйрлас-шн, хĕвел çутипе уйрлас-ши? (Солд. п.). Шурăм. 9. Вăрман енчен çĕнĕ уйăх курăнать. Трхблт. Уйăх çути пур. Светит месяц. N. Ойăх çути пор (то же). Т. М. Матв. Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн. (Поговорка). Шарб. Уйăхĕ пур, çутти çук. (Шăрпăк пуçĕ). Дик. леб. 47. Елиса уйăх çутипе йывăç пахчине пырса кĕрет. Собр. † Ир пулсан, хĕвел тухать; каç пулсан, уйăх хăпарать. Чертаг. Уйăх пак шăтăк хăварнă (слуховое окно). Альш. Çĕмĕртрен хура çӳçĕме ылттăн та пĕр турапа турарăм; çак тăванăмсем асăма килсессĕн, тунă пĕр çĕнĕ уйăха пăхатăп. Ч. П. Уйăх витĕр уй курнать. N. † Çуначĕсем (хурчăканăн) уйăх хушшинче. Толст. Вăл каç уйăх çутиччĕ (месячно было). Альш. Пĕтĕм уйăх — полнолуние; çурла уйăх — сери луны; çур уйăх — 1/4 луны. IЬ. Уйăх çĕр айне каять, теççĕ. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç тунă (говорят, когда месяц показывается после новолуния). Якейк. Тола тохрăм та, уйăх çути çап-çутă. IЬ. Кĕçĕр уйăх çути пор. IЬ. Уйăх толса пырать. IЬ. Уйăх çути çĕрĕпе тăчĕ. Месяц светил всю ночь. Сред. Юм. Тулать, — тулнă ĕнтĕ, — паян уйăх пĕтет. Сред. Юм. Уйăх çôрри тунă. После новолуния месяц стал виднеться до половины. Сред. Юм. Уйăх пăхнă çĕр. В лунную ночь. Янтик. Кĕçĕр çĕр уйăх çутиллĕ. IЬ. Кĕçĕр уйăх çути пур. IЬ. Уйăх çутипе эп çынна куртăм. Янтик. Уйăх хăлхаланнă (месяц в кругу). Уйăх тин тунă, пӳрне пек-çиç. Уйăх çурла пек юлнă. Уйăх çурри пула пуçланă. Уйăх тула пуçланă. Альш. Уйăх çуралнă. Хĕрлĕ тулли. Шурă тулли (см. ниже). Уйăх пĕтни. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç йолнă (говорят, когда месяц после полнолуния остается видным частью). Якейк. Ачи, ачи, пăх-ха, çĕн уйăх тунă! IЬ. Çĕн уйăх ыран тăвать. Ф. Т. Уйăх пĕтнĕ чух (идет к концу) киçен (= кивçен) пама юрамасть. Ст. Чек. Уйăхран инçе мар çăлтăр пусан, çын вилет. Собр. 194°. Çĕрле уйăх пĕлĕт айĕнче тăрсан, хура шăнасем куç çине ларсан, ыран калах çăмăр пулат, теççĕ. Ст. Шайм. Уйăха хирĕç шăрсан, шĕвĕн тухать, тет. Нюш-к. Уйăха хирĕç ан шăр. Альш. Уйăха хирĕç тула ан тух. N. Уйăх çуралсан, тăватăмăш кунĕнче уяр (йĕне) пулсан, уйăхĕпех уяр (йĕпе) пулать. Тогач. Çеçен хирте туман урапа кусать. (Уйăх). Орл. II, 206°. Уйăх пур та, çутти çук. (Пичуркка). Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм, пурте карталанса тăрса, пĕр-пĕринчен: уйăх-и? хĕвел-и? тесе, ыйтса выляççĕ. Мысл. Уйăх çутти курас мар! (Божба). || N. Çанталăк уяр пулсан, пĕр-икĕ-виçĕ эрнерех пĕтереççĕ: уяр пулмасан, уйăхпех пырать. Рак. † Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх (= 13 уйăх). Альш. † Çăв уйăхĕ çичĕ уйăх, хĕл уйăхĕ улт уйăх. (Из «чĕр йĕрри»). Обр. 89. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, ултă уйăх хушшинче утмăл тĕсле кун килĕ. Утмăл тĕслĕ кун çинче пĕр киресĕр кун килĕ. Нимĕн чух асна килмесен те, çанăн чух асна килĕ-и? Çăв уйăхĕ çич уйăх, çичĕ уйăхăн ăшĕнче, çитмĕл тĕслĕ кун килĕ. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăллă кун килĕ. Нюш-к. Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. N. Ойăх порнмалăхах çияс. Надо наесться на целый месяц. Орау. Эпĕр килтен тухни уйăх та пур-и тен. С выезда нашего из дома, пожалуй, будет с месяц. N. Акă ĕнтĕ уйăх çитет эпĕ сиртен кĕнеке ыйтни. Орау. Вăл ик уйăх анчах тултарчĕ-ха (ребенок). Альш. † Эсир асăнатăр-и, тăвансем, уйăхра? — эпир асăнатпăр кулленех. Именево. Пĕр-ик ойăх çитсен, хваттер хоçи темшĕн çиленчĕ те, молчана кайса хопрĕ. Н. И. П. Вăхăта уйăхпа хĕсеплеççĕ (= хисеплеççĕ). Время считают по месяцам. Н. И. П. Ăна уйăха хупса лартнă. Его посадили на месяц в тюрьму (здесь «пĕр уйăха» значило бы на один месяц). Зап. А. Фукс, 165. «Новый год начинают они с наступлением зимы, и разделяют на 13 месяцев: 1) йопа-ойăх, м. поминовения, ноябрь; 2) чӳк-ойăх, м. жертвы, декабрь; 3) мăн-кăрлач ойăх, большой крутой м. (сильно морозная часть декабря и генваря); 4) кĕçĕн-кăрлач ойăх, менее крутой м., часть генваря и февраля; 5) норăс ойăх, м. оттепели, февраль и часть марта; 6) пошă ойăх, порожнии м. (от тяжелой работы), март; 7) ака ойăх, м. пашни (для ярового хлеба), апрель, часть мая; 8) çу (scr. сюль) ойăх, м. лета, июнь; 9) хĕр (scr. хыр) ойăх, м. свадеб, июнь и часть июля; 10) утă ойăх, м. сенокоса, июль; 11) çорла ойăх, м. серпа, июль и часть авг.; 12) йĕтĕн (scr. бидан!) ойăх, месяц льна, сентябрь; 13) авăн ойăх, м. молотьбы, октябрь». См. Золотн. 191. В Курм. у. записаны моим братом, А. И. Ашмариным, со слов кр. д. Янгильдиной, Курм. у., Василия Семеновича Мастеркина (ныне покойного) след. назв.: мăн кăрлач, янв.; кĕçĕн-кăрлач, февр.; норăс уйăх, март; пошă уйăх, апр.; ака уйăх, май; хĕр уйăх, июнь; утă уйăх, июль; çорла уйăх, авг.; авăн уйăх, сент.; йопа уйăх (чит. йопуйăх), окт.; чӳк уйăх, ноябрь; раштав уйăх, дек. При этом приписано: «Месяцы начинаются не с 1-го числа, а как народится новый месяц». (Сообщено в письме из Курмыша от 21 янв. 1908 г.). В письме И. С. Степанова Кузьме Серг. Сергееву от13 авг. 1908 г. значится следующее: «Николай Иванович Ашмарин будто бы просил написать, как говорил Иван Яковлевич, названия месяцев по-чувашски. Если нужно, я к его услугам; вот они: 1) юпа уйăх, 2) чӳк уйăх, 3) раштав уйăх, 4) кăрлаç, 5) кĕçĕн кăрлаç, 6) нарс уйăх, 7) пуш уйăх, 8) ака уйăх,9) çу уйăх, 10) утă уйăх, 11) çĕртме уйăх, 12) çурла уйăх, 13) йĕтем уйăхĕ. Начал я считать с октября, кончнл сентябрем. Такой счет у нас, в Черепанове, Буинского у.» Позднее он написал мне следующее: «Многоуважаемый Николай Иванович! Я посылал в Кошки за некоторыми сведениями относительно названий месяцев, так как там есть старик, лет 80-ти, отец которого помер лишь в 3-ем году, имея от роду 109 лет. Он, разумеется, помнит многое, что и как было в старину. Я ждал от них письма и потому так долго не мог ответить. Нижеследующие пояснения относительно названий месяцев мне дали они. 1. Кăрлаç. Зимний месяц, начало года. Судя по вашему счету, захватывает часть декабря и начало января. 2 Кĕçен кăрлаç. Зимний холодный месяц. Про этот месяц говорят: сивĕ ашшĕ, сивĕ амăш(ĕ) ачи-пăчилех пирĕн пата килчĕ. 3. Нарс уйăх(ĕ). После половины этого месяца конец резким зимним холодам. Нарс уйăх тăхăрĕ иртсен (т. е. после 1-ой четверти), кушаксем куса пуçлаççĕ. Нарс — зимний месяц. 4. Пуш(ă) уйăх(ĕ). Этот месяц настает перед распутьем. Свое название получил от обычая «пушă пăрахас». В старину у чуваш сватовство происходило в этом месяце (во многих местах и теперь), и, когда невесту совсем сосватают, евчĕ у родителей невесты оставлял пушă (кнут) или же просто прутик, а свадьба откладывалась, часто и теперь, до Çимĕк. Выходит, это месяц сватовства невесты. 5. Ака уйăх(ĕ). Месяц яровой пашни. Ака çийĕ, так называли исключительно время яровой пашни (теперь в наших местностях такое же значение), и преимущественно пахали старинным плугом. Отсюда и название ака уйăх. Ака уйăх çурхи шыв иртсе пĕтес чух тăвать. 6. Çу уйăх(ĕ). Промежуток времени между ака уйăх и çĕртме уйăх(ĕ). Месяц безработный; отдых и веселье для всех, но главным образом для молодежи. Çу уйăх — çамрăк-кĕрĕм уйăхĕ: они водят хороводы, на семик играют свадьбы и т. п. Существуют выражения: «çу уйăх кантарать, ĕç çийĕ валли вăй парать», «çу уйăхĕнче савăнман, ĕç çинче те ĕçлеймен». 7. Çĕртме уйăх(ĕ). Название этого месяца произошло от глагола çĕрт (дай гнить). Это не указывает на навозное удобрение, ибо в глубокую древность земля не нуждалась в удобрении. Чувашские деревни по Поволжью почти без исключения были окружены лесами; приходилось вырубать леса и обращать в пахотные поля. Привозили домой только лучшие части дерева, а сучья и коренья часто жгли, зарывали, запахивали — предавали гниению (çĕртме). Соответствовал теперепшей паровой пашне. 8. Утă уйăх(ĕ). Курăксем çитĕне пуçласан тăвать, çулса, пуçтарса пĕтернĕ çĕре пĕтет. 9. Çурла уйăх(ĕ). Время созревания и уборки хлебов. 10. Йĕтем уйăх(ĕ). Время молотьбы. Этот же месяц называют и авăн уйăх(ĕ). 11. Юп(а) уйăх(ĕ). Этот месяц настает после уборки хлебов с полей и молотьбы. Снега еще нет. С этого месяца начинаются уже осенние праздники. Чуваши, будучи язычниками, или до усвоения христианства, в этом месяце ставили на покойников своих юпа (столбы) и поминали покойников. Юпа ставили один раз в год, именно теперь. Этот обряд, я думаю, Вам хорошо известен, а потому описывать его я считаю лишним. 12. Чӳк уйăх(ĕ). В этом месяце колесная дорога сменяется санною. Последний осенний месяц. 13. Раштав уйăх(ĕ). Зимний холодный месяц. Зима уже давно установилась. Если в комнате холодно, то говорят: кунта сирĕн раштав, т. е. очень холодно. Добавление к 1-му месяцу. Что кăрлаç есть начало года, свидетельствуют следующие обычаи. Кăрлаç уйăхĕ курăнсан, çав каç, шăлпа çыртса, капан туртнă. Тулли пуçах тухсан, çул пурпа иртмелле пулать, тенĕ; пушă пуçах тухсан, çукпа ирттермелле пулать, тенĕ. Юр çине выртса, мĕлкĕ тунă. Çĕр каçиччен унта мĕн ӳкнине ирхине кайса пăхнă. Пуçах-мĕн ӳксен — пуянлăх, телей, ырлăх; кирлĕ кирлĕ-мар ӳксен, е йытă сысса, шăрса кайсан, телейсĕр пулмалла пулать, тенĕ. Пӳрт итлеме çӳренĕ. Лайăх сăмах илтсен, çĕнĕ çул канăçлă, телейлĕ иртет; вăрçă-харкашу е кирлĕ кирлĕ-мар калани илтĕнсен, телейсĕр çул пулать, тенĕ. Йĕтем итленĕ. Авăн çапни илтĕнсен тырă лайăх пулать, нимĕн те илтĕнмесен, тырă начар юлать, тенĕ. Очень много и других гаданий счастья на новый год. Раньше это делалось по появлении молодого месяца кăрлаç, а теперь проделывают накануне 1-го января. Чтобы точно указать, когда какой месяц начинается и с какими числами совпадают начала месяцев по письменному счету, я не мог добиться, и едва-ли это можно установить на основании расспросов. Мне кажется, надо поручить кому-либо записывать у знатока в продолжение года, тогда можно приблизительно верно указать начало каждого месяца... Всегда готовый к услугам Иван Степанов. 28 июля 1909 года. Г. Симбирск». — Что некоторые годы у чуваш имеют по 13 мес. (местами этот счет забывается или совсем забыт), доказывают факты, сообщаемые в проведенном ниже письме Петра Ив. Орлова. Из них явствует, что у чуваш есть тринадцатый вставочный месяц, именно — кĕçĕн кăрлачă (или кĕçĕн кăрлач), вставляемый, через два года в третий, после месяца кăрлачă (кăрлач). В 1911 г., как видно из письма, было тринадцать месяцев. Назв. мăн кăрлач, повидимому, обозначает то же, что и кăрлач. «Николай Иванович! Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăм. Халĕ мĕн илтнине çырса ярам, кайран, кĕр кунне, тата мĕн те пулсан пĕлсе пырăп тен. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Хăшĕ: кашни çулах çутă уйăх вăл вунвиççĕ курăнать те, анчах вунвиççĕмĕшин ятне пайăрĕпех каламаççĕ. Çулталăкра вунвиççĕ уйăх пуласса пулать те, ятне ĕлĕкренпех уççах каламаçчĕç, тиççĕ. Хăшĕ хĕр уйăх пулаччĕ, тиççĕ; хăшĕ кĕçĕн кăрлач пулать, тиççĕ. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре вунвиçĕ уйăх пулать, тит. Вăл кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, вунвиçĕ уйăх пулать, тит. — Вăл çутă уйăх вунвиççĕ курăнасси виçĕ çулта анчах пĕрре пулать. Акă кăçал вунвиççĕ курăнать. Асту халĕ, кăçал ака çине тухас уммĕн (çур-кунне) ватăсем тавлашрĕç. Пĕри калать: ку ака уйăхĕ пĕтрĕ, çу уйăхĕнче тин акана тухатпăр, тит; тепри калать: ăçтан ака уйăхĕ пĕттĕр, халĕ акана та тухман та, ку пĕтнĕ уйăх пушă уйăх, ака уйăхĕ тин тăвать-ха, тит. Кашни çулах, çак вунвиç уйăх пулакан çулсенче стариксем уйăх шучĕсенчен аташса каяççĕ. — Этсемĕр, чимĕр-ха, ку уйăх мĕн уйăх пулать-ха, ака уйăхĕ-и, ай пушă уйăхĕ-и? тиççĕ. Хăйсем вуниккех шутлаççĕ те, вăн уйăх тĕлĕсем килмеççĕ вара. Вуниккĕ анчах шутласан, чăнахах та ака уйăхĕ пĕтрĕ кăçал вăл, акана тухичченех, тулĕк кăçал вуник уйăх анчах пулмасть, вунвиççĕ пулать. Кăрлачă хыççăн кĕçĕн кăрлачă пулчĕ кăçал, унтан нурăс уйăх, унтан пуш уйăх, унтан тин ака уйăх пулче. Ĕлĕк ваттисем çапла шутлаччĕç. Кĕçĕн кăрлача кăларса пăрахрĕç те хăйсем кăçал, вăн хай ака уйăхĕ малтан килсе тăрать. Кăрлачă уйăхĕ кăçал вăл çĕне çула катăлчĕ, кăçал çавăнпа тепĕр уйăх хутшăнать, терĕ суккăр старик. Вăл уйăх йĕркисене ак çаплашутлать: 1) кăрлачă, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нурăс уйăх(х), 4) пуш уйăх(х), 5) ака уйăх(х), 6) çу уйăх(х), 7) çĕртме уйăх(х), 8) ут уйăх(х), 9) çурла уйăх(х), 10) авăн уйăх 11) юп-уйăх, 12) чӳк уйăх(х), 13) раштав. Тата тепĕр старикĕ кĕçĕн кăрлача: хăй ăссĕн уйăх пулна, тесе шутламасть. Кĕçĕн кăрлачă тесе, нурăс уйăхне каланă, тит; нурăс уйăхĕнче кăрлачă уйăхĕнчи пек сивĕ пулнă та, çавăнпа ăна кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Тата тепĕр вирял (Тĕмпексем) старикки раштав уйăхне шутламасть, ăна пĕтĕмпех кăларса пăрахать. Ĕлĕк чăвашсен раштав уйăхĕ пулман, тит; раштав уйăхне ĕлĕк кăрлачă тенĕ, хальхи кăрлача кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Унтан вара çула çĕртме уйăхĕ хыççăн хĕр уйăхĕ пулнă, тит. Хăй кашни çулах вунвиçĕ уйăх пулнă, тит; тăрсан-тăрсан, ыйтса антăратсан: темскерле, çанла шутлаччĕç пек те, темле — маннă; тăну-пуçу çук-халĕ, ĕлĕкхи пек мар... терĕ. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни. Ӳлĕмрен лайăхрах пĕлейпĕри? Сыв пулăр. Сире салам. С. Орауши. П. Орлов. 26 июля 1911 г. Показания, заключающиеся в этом письме, находят себе подтверждение в словах Г. Паасонена, который говорит: «Кĕçĕн кăрлачă — в некоторые годы, которые содержат в себе 13 месяцев, — второй месяц» (Vосаbularium 1. Tschuv. 69), а также у Иревли. Иревли. Чăнах та, шырасан, чăваш тĕнчинче тĕлĕнмелле япаласем нумай тупмалла. Ман алăра ун пек япаласем чилай. Çав япаласенчен пĕрне, пуриичен чаплине, çыратăн: чăвашсен çулталăк хĕсепĕ хăйсен пулнă. Ăна эпĕ Салтак-ел Питтăпай арăмĕнчен пĕлтĕм; вăл çырăва (грамоте) вĕлмест. — Чăвашсен икĕ çулĕ вуникшер уйăх, виççемĕшĕ вунвиç уйăхлă пулнă. — Ик çул сиктерсе, виççĕмĕшĕнче кĕçĕн-кăрлачă пулать, терĕ Курпун Иванĕ, Пӳлер-Кӳл çынни. Уйăх эрне-куна тиркет (эрне-кун уйăх тумасть); тет ман асатте. Н. И. Полоруссов. Ман асатте Раштав уйăхне асăнмасчĕ. Мой дедушка (со стороны отца) не упоминал месяца раштав. IЬ. Кĕçĕн кăрлач: эпĕ аслă пиччерен (т.-е. кăрлачран) ирттерĕттĕм те, хĕрлĕ вăкăр (т.-е. хĕвел-солнце) хӳрине тăратать те, кулап-ярап! тесе калать, тет. Тюрл. Аслă пиччешĕнчен кĕçĕн пиччĕшĕ ирттерет («февраль и январь»). В этом же говоре после месяца ака-уйăх (уjы̆х) записан канлĕ уйăх, который, кажется, должен бы стоять после çу уйăх; но последнего в списке нет. Юрк. (в откр. письме ко мне из.. Симб., от 12 июня 1911 г.): «уйăх ячĕсем: 1) кăрлаç у., 2) нарăс у., 3) пушă-уйăхĕ;) 4) ака-у., 5) çăв-у., 6) хыт-суха у., 7) çум-у. (ана çинчи курăксене çумланăран кал.), 8) утă у.. 9) çурла у., 10) йĕтем у.., 11) юпа у., 12) чӳк у., 13) раштав у. Пӳркелĕнчи (в с. Бюрганах) чи ватă çынтан ыйтса пĕлтĕм». На одном листке, написанном рукою П. И. Орлова и относящемся к диал. д. Раковой, хыт-суха уйăхĕ поставлен седьмым, а çум уйăхĕ шестым. Нюш-к. (И. Е. Ефимов). Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх — 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. IЬ. 1) Раштав уйăхĕ, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нарс уйăхĕ, 4) юш уйăхĕ, 5) ака уйăхĕ, 6) çăв уйăхĕ, 7) канлĕ уйăхĕ (не «уйăх»!), 8) çĕртмь уйăхĕ, 9) ыраш аки уйăхĕ, 10) çурла уйăхĕ, 11) итем уйăхĕ, 12) юпа уйăхĕ, 13) чӳк уйăхĕ. Эпĕ ку уйăх шутне пăрмай шутласа тăракан карчăкран ыйтса пĕлтĕм. Вăл мана йĕркипе каласа пачĕ. Ытти çынсенчен те, хамăр ялсенчен, ыйткаласан, мана çак эпĕ ыйтнă карчăк (çинчен): лайăх пĕлет у уйăх шутне, çавăнтан ыйт эс уна, терĕç. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Вăл чылая çитнĕ çын, 80-сенче. Уф.? Январь-кăрлачă теççĕ, февраль уйăхне нурăс уйăхĕ теççĕ, март — пушă уйăх, апрель — ака уйăхĕ, май — çу уйăхĕ, июнь — çĕртме уйăхĕ, июль — утă улăхĕ, август — çурла уйăхĕ, сентябрь — авăн уйăхĕ, октябрь — юпа уйăхĕ, ноябрь — чӳк уйăхĕ, декабрв — раштав уйăхĕ. Кăрлачă тесе, питĕ кун кăр-сивĕ килнĕрен калаççĕ; нурăс уйăхĕ теççĕ кун ăшă енне кайса, кун йĕпенсе тăнăран; пушă-уйăхне этемпе выльăх çими пĕте пуçланăран калаççĕ; ака уйăхне ака тăваççĕ; çу уйăхне çулла пулнăран калаççĕ; çĕртме уйăхие çĕртме аки тунăран калаççĕ; утă уйăхне утă тунăран калаççĕ; çурла уйăхне тырă вырнăран калаççĕ; авăн уйăхне авăн аштарнăран калаççĕ; юпа уйăхне карта-хура нăкăтма юпа лартнăран калаççĕ (это неверно); чӳк уйăхне пирĕн чăвашсем чӳк тунăран калаççĕ; раштав уйăхне Христос çуралнăран калаççĕ. Тата эпĕ сире каланăчĕ: эпĕ вунвиç уйăх пулать, тенине илтнĕ, тесе. Вăл тĕрĕс мар, теççĕ, вуниккĕ анчах пулать, теççĕ. Только числалă уйăхпа пĕрле тумаç, унтан ялан малтан туса пырат, теççĕ. Кун шучĕсем пурĕ-пĕрех: 31-тен, 30-тан, 28-тан, 29-тан килет, теççĕ. Напр. кăрлачĕ уйăхĕ 18 декабря тăвать, тенĕ чăвашла калентар çинче, чăвашсем те çав таврана калаççĕ. 19 январта нурăс уйăхĕ тăват, 16 февралте пушă уйăх тăват, и т. д. — Месяцы у Г. Паасонена см. в его «Vосаb. 1. Tschuv.», стр. 69, 91, 110, 2, 139, 133, 195, 143, 26, 30, 190, 112. Тоскаево. Кĕçĕн-кăрлаç (январь. Сивĕпе аслă пиччерен ирттеретĕп эпĕ, Кĕçĕн-Кăрлаç. Кĕçĕн-кăрлаç сиввине чăтакăн леш тĕнчере ăшăнать, тет. Кĕçĕн-Кăрлаç çиленсессен, урăна тăла сыр, теççĕ. Кĕçен кăрлаç пит усал, ним парса та нимĕн илмест. Нарăс уйăхĕ (февраль). Нарăсна кĕçĕн-кăрлаç ĕлĕк пĕрре вăрçнă, тет. Кам урасе (= урасене) тĕпеклĕ тăвать? тесе каларĕç, тет, пĕр-пĕрне. — Эпĕ çынна тăла сыртаратăп! тесе каларĕ, тет, кăшкăрса, кĕçĕн-кăрдаç. — Эпĕ ташлаттаратăп, терĕ, тет нарăс. Çавăнпа чăвашсем: нарăс çитсессен, ташла, вăл ташланине юратать, теççĕ. IЬ. Ака уйăхĕ (апрель). Хире ака çитсессĕн, чăваш ака-пуçне тӳрлетет. — Ачам, хире тухсассăн: ака, пулăш, те. IЬ. Çу уйăхĕ (май). Эй ĕненĕм, ĕненĕм (чит. ĕнемĕм?), кай çукурма картаран: ырă-таса çимĕçпе тăрантса ярĕ вăл сана. Çĕртме уйăхĕ (июнь) «Çинçе» килет çинçелсе, тăвăр ĕçĕре часăрах. «Çинçе» (Тоскаево, Т. у.) = «Уяв» (Буинского у.). «Çинçе вуникĕ (12) кун пырать; çак вуник кун хушшинче нимĕскер ĕçлеме юрамасть; çи те, урама тухса вырт». Çинçе иртсен пулнă çĕртмене çĕр хапăл тăвать, теççĕ. Ут уйăхĕ (июль) (Тосваево). Утта пырса çапăнтăмăр; малашне, ачасем, чу касас пек ĕç тăрать; çавăнпа «авалхисене», ан аптăраччăр, тесе, хытă кĕл тумалла. Ки малтан турра «учук» ту; турра кĕл-ту ял-йышпе; çĕлĕкне илсе, ачу-пăчупа ӳксе пуççап. «Турă, сана пĕтĕм ял ял-йышпе асăнаппăр, укĕнеппĕр, пуççапаппăр, сана вăкăр пусса, выльăхпа силлетпĕр. Алăк патне кĕрӳне, тĕпеле кинне пар. Çурт çумне çурт хуш, мул çумне мул хуш». Турра кĕл-туса пĕтерсессĕн, «Çĕр йышне» кĕлтумалла. Çĕр йыш валли тына пусас пулать. Ял йышне, эй çĕр йышĕ, тĕпе питĕ пар, тăррине тутă пар. Пĕр пĕрчĕ акса, пин пĕрчĕ пар; ывăçпа акса, пӳлмепе пар. Çурла уйăхĕ (август). Хире çурла çĕкличчен, «чӳклеме» тăвас пулать. «Çĕнĕ тырă умĕнчен хур пусса, пĕтă пĕçерсе çырлахтар. «Килĕшпеле виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхпеле, çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпала, пĕр витре, виçĕ чашкă сăрапа пуççапаппăр сана, турă, ӳкĕтлетпĕр, асăнаппăр. Чӳклесе пĕтерсессĕн, «Пӳлĕхçе» асăн. Ăна чĕреспе виçĕ куркапа сăра тула кăларса ларт. Унтан вара «Хĕрлĕ çырана» асăн, тата «Пӳлĕхе» ӳксе пуççап. Вара «Карташ пăттине»: «çуратакан турă, çырлах», тесе, виçĕ юсманпа асăн. Унтан «Кепене» хур пусса, пăтă пĕçерсе, виçĕ юсманпа çырлахтар. Кайран «Аслă ырсене» «Кепе амăшне» килĕшпе çырлахтар. Чи кайран çичĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн çичĕ юсманпа «килĕш пăтти» пĕçерсе çи. Итем уйăхĕ (сентябрь). Итем уйăх çитнĕ пуль: «хав, хав» сасă илтĕнет. Юпа уйăхĕ (октябрь). Авăн уйăхĕ (ноябрь). Авăн тетĕмĕ çӳлелле хăпарсассăн, этемме канăçлăх пулать, тет. Чӳк уйăхĕ (13-ый месяц по старин. чув. сч.). Кĕлту, таванăм, ĕç пĕтĕрĕ; ырă чунпа чӳклеме ту. «Симĕс пуçлă кăвакал, вĕççе кай та, веççе кил. Картлă-картлă пашалу, кусса кай та, кусса кил. Вите кутне вăрă пар, карта кутне кашкăр пар» (!). В Б. Олг. записаны назв. мм.: вутойăх (вудоjы̆х), çорлойăх, ан-ойăх, йопойăх, чӳк-ойăх, мăн-кăрлачă (кŏр-), кĕçĕн-кăрлачă, норăс-ойăх, пошă ойăх, акойăх, çу-ойăх. В Н.-Карамалах, Белеб. у., чувашские месяцы соответствуют европейским; их 12: кăрлаç, нарăс-уйăх, пушă-уйăх, акуйăх, çăвуйăх, çĕртме-уйăх, утă-уйăх, çурла-уйăх, авăн-уйăх, юпа-уйăх, чӳк-уйăх, раштав-уйăх. Эти же самые названия записаны мною в д. Питушкиной, б. Курм. у., но только вм. çĕртме уйăх в этой деревне ставят çом ойĕхĕ, а 12-й месяц назван просто раштав. В Ой-к. — счет мм. тоже идет на европ. лад: 1) мăн-кăрлачă, 2) кĕçĕн-кăрлачă, 3) норс-уйĕх (уjэ̆х), 4) пуш-уйĕх, 5) ака уйĕх, 6) вутă уйĕх, 7) хĕр уйĕх, 8) çорла уйĕх, 9) авăн уйĕх, 10) йĕтем уйĕх, 11) чӳк уйĕх, 12) раштав уйĕх. Здесь юпа уйĕх пропущен, а на его место ошибочно поставлен йĕтем-у., который собственно является в др. говорах лишь варянтом названия авăн-у. — В новых книгах на чув. яз. названия месяцев часто употребляются без нарицательного «уйăх» и вполне соответствуют 12-ти мм. солнечного года. Их порядок: кăрлач, нарăс, юш, ака, çу, çĕртме, утă, çурла, авăн, юпа, чӳк, раштав. Кăлентар 1928 ç. Пушăн вун-саккăрмĕшĕ, 18-е марта. Альш. Имена месяцев соотв. европ. назв.: 1) кăрлаç. 2) нарăс, 3) пушуйăхĕ, 4) акуйăхĕ, 5) çăвуйăхĕ, 6) хытсухуйăхĕ, 7) утуйăхĕ, 8) çурлуя-хĕ, 9) йĕтем-уйăхĕ, 10) юпуйăхĕ, 11) чӳк-уйăхĕ, 12) раштав.
улăп тăпри
бугор исполина. В. Байгулово. Утăп тăпри. Ку тăва халăх: улăп, çăпати тĕнĕнчи тăпрана силлесе тăкса, çакăн пек ту тунă, теççĕ. Шибылги. Пирĕн ял патĕнче пĕр уй юр, ăна улăп тăпри теççĕ. Вăл тĕлте, улăп урине салтса шаккасан, тĕмелсе юлнă, тет. Г. Тимоф. Улăп тапри — насыпной бугор. Орау. Улăп тăпри кĕрик çта та икĕ тĕмеллĕ пулать: пĕри пысăкрах, тепри пĕчĕкрех. Тюрл. Çăпата çинчен силленĕ, çав сăрт полса йолнă. IЬ. Эс ман лашасене кортăн-а? — Олăп тăпри панче çӳреччĕç сан лашасĕм. Сообщивший эти две фразы отождествлял олăпа с Адамом. см. Золотн. 19, Рекеев 5.
усал
осал, злой, нехороший, недобрый; жестокий. Сенчук. Тăрăшран вăрăм йывăç çук, качакаран усал выльăх çук. БАБ. Усал сăмах калаçнине илтсен. Юрк. Усал çил-тăвăллă тăман-(буран?) тухать. IЬ. Усал пуян кутăн çын пулать. Орау. Пирĕн атте, хиличчен тырă вырман пек, кăçал аллине касать те касать. Мĕн тырă вырса пĕтеричченех Муççи Яккуне тарăхса прттерчĕ. Тур курашшĕ, таçта васкаса тухнă, халăх каланиие итлемесĕр! Вăл аллине каснă, ку каснă, теççĕ ялта, çав ахаль-и вăл? усал этеммех пăхать çав: (т. е. все дело зависит от негодного человека): ĕçĕ те ăнмасть, аллисене те касах тăраççĕ, тет. Сред. Юм. Õсал терипех ôсал (т. е. пит осал). lЬ. Õсал сăмах чĕрене тивет. Неприятное слово за сердце берет. Сказки и пред. чув. 80. Лаши вĕçсе пырупа пичĕ-куçĕ пит усал. Якейк. Çав çын осалли Йăван (этот негодяй Иван) çынтан колма пĕлет те... (здесь эллип-сис?). IЬ. Отмăл-торат осалли ыр аная сая яч; хĕр осалли Мари пор, ыр ачая сая ят. Календ. 1907. Пирĕн патшалăх пĕтĕм расхотин чĕрĕкне çар тытма ярать. Германия та вăл усал ĕçе нумай тăкать. Ал. цв. 6. Ниçта та пĕр усал кайăк кăшкăрни те, çĕлен шăхăрни те, тамана сасси тç, кайăксем юрлани те илтенмĕст. Пазухин. Пирĕн пуçри усал хуйхă еррипеле пĕтĕ-ха. Сюгал-Яуш. Кайран вара тепĕр кукăра карăмăр та, усал луткăпах хамăр енне каçса карăмăр. N. Халăх ĕçне усал çын малтан тухсан, теллей пулмасть. Орау. Çын çинчен усал ят ярас тесен, вĕсем тем туса тем калаçĕç (готовы все сделать и сказать). Изамб. Т. Ул хăй усал пулнă, тет. Унăн арăмĕ йăваш юлнă, тет. N. Пирĕн икĕ автан пур-чĕ: пĕри йăваш, тепĕри пит усалччĕ. Изамб. Т. Аçу-аннӳ сана: усал пул, тесе каламаççĕ, епле те пулсан çын майлă тăвасшăн тăрăшаççĕ. N. † Шорă сăхман ăма осал? — сак çине хорса каснăран. Тимер. Пире усалтан ан асăнăр. Не поминайте нас лихом. Янтик. Арçын-ача усалне хĕри-пăраç мĕн тăвас? См. хăп. Сĕт-к. † Пике арăма тор пăхтăр, осал та полин; хĕр полтăр, пилĕк ан кĕпи тăхăнтăр. || Злое существо, злой человек, негодяй. С. Дув. Пусса кĕмĕл ярăн-и, кĕмĕлĕме сая ярăп-и? чăн усала кайăп-и, чунма сая ярăп-и? Тогаево. Чуптар, пачче, лашуна, анатра хĕрсем, усалсем, юрпа пере юçларĕç. Юрк. Çав усалĕ (чертовка, жена) хĕтĕртнипе упăшки тата пушшĕ çĕкленсе çӳрет, куран. В. Буян. Курăкран усал куршанкă, йывăçран усал кăпчанкă (усал = усал курăк или усал йывăç). || Зло, вред. Истор. Александр усала астуса тăракан çын пулман, Новгородран хăйне çилентерсе янă пулсан та, вĕсене хăтарма каллах кайнă. Эльбарус. Пире осал тума пыракан çын калла çавăрна-çавăрна пăхса таратччĕ. Учите детей. Çапла ачасене хамăрах усала вăрентетпĕр. Хыпар № 6, 1906. Çилентерес марччĕ, анчах усалăн ури саккăр, теççĕ, вăл чĕрре кĕме таçтан та тупĕ. Собр. Усал каламасан, ырă çук, теççĕ. (Посл.). || Чорт; нечистый дух, нечистая сила. IЬ. Çĕрле чӳрече витĕр пăхсассăн, усал ерет, теççĕ. Ст. Ганьк. Çынăн, усалпа чирлесен, шăмшак сурать. М. Васильев. № 3,56. Ват тимĕрçе пĕр осал лаççа тохма тăратать. Собр. Пĕтнĕ милкене тула прахсассăн, усал юлать, теççĕ. IЬ. Пĕр-пĕр хĕр ача туса вĕлерсен те, усал пулать, теççĕ. IЬ. Çав ачаран пулна усал çынна ерсе ирлеттерсе вĕлерет, теççĕ. IЬ. Çынна ернĕ усал çын патне пынă чух е çын, е йытă, е кушак, е пыркка пулса пырать, теççĕ. IЬ. Е вăрманта, е уйра çĕтсе çӳресен (если заблудишься), усал ертсе çӳрет, теççĕ. КАХ. Усал аллине ан пар (моленье). Не дай во власть злого духа? Ст. Чек. Усал турăран хăватлă. Пролей-Каша. Усал вăрăннă (= çыпçăннă), пристал нечистый (напр., если к женщине летает вотăш). N. Манăн çӳлти усала аяла илсе çапмаллăх вăй пур (говорит один силач). N. Килчĕ пирĕн патра усал вăрăннă япала! (словно сумасшедший, от действия злого духа). Якейк. Осал ерсен, çын пĕтĕмпех типсе, хăрса каять. Если пристанет чорт, то человек высыхает как щепка. Собр. Пĕр-пĕр çĕрте усал хăвалама тытăнсассăн, е утă, е кирек мĕн пăрахса хăварсассăн, усал çавăнпа ерсе юлать, теççĕ. Панклен. Тури осал, анатри осал, в сказке — назван. двух духов, встречавшихся друг с другом ка берегу Волги. N. Турпас тăкнă вар пуç пĕр çухрăмра. Çав вар пуçĕнче усая (шуйттан) пурăнать, теççĕ. Ст. Айб. Кукăр хурăн кутĕнче усал пăхĕ выртать. (Чĕлĕм). N. Тата çав çырмарах ĕлĕк пĕр çын вилнĕ те, халĕ унта час-часах çынсем усал кураççĕ. Это можно понять двояко: 1) видят чертей, 2) подвергаются несчастным случайностям. || Несчастие, беда, бедствие. Иногда олицетворяется. Хĕвел, № 1. Эпир-çеç хамăр тăван вĕрентекенсенчен уйăрăлнă, пирĕн хушăран-çеç усал тухса кайнă. N. Хăй ăшĕнче шухăшласа пырать, тет: упанăн усалĕ те пур иккен, ырри те пур, тесе калать, тет. Альш. † Пирĕн пуçри усала тур сиртĕр. Собр. Касас çавăнтан, касас çурлăнтан, турă, усалла сир. (Моленье). || Дрянь, мерзость. Юрк. Эх, ку усала мĕшĕн-кăна ĕçрĕм-ши? Якейк. Çав осалпа çан чохлĕ вăхăт ирттертĕм полать! Стоило (мне) тратить время на такую дрянь! Синерь. Çав хĕрсем çав хуралçа усал ереки ĕçтерчĕç, тет те, хуралçи, ĕсĕрлсе, йăванса юлчĕ, тет. Якейк. Çав осалшăн (я за иего) онта ма пырап-ка. IЬ. Онашкал осал çынна (дряни) нумай корса ен. || Невзгода, бедствие. Шурăм-п. № 10. Çакăн пек усала (засуху) курса, чăвашсем ялсенче халăх пухма тытăнаççĕ. Альш. Пулнă уçал хуллен-хуллен (мало-по-малу) асран каять. КАЯ. Эпĕр ырă куримаспăр пулĕ ĕнтĕ, усал çине-усал пулса пырать (несчастье за несчастьем). Собр. Çăкăр кăмакана тăрăхла çурăлсан, усал юлать, теççĕ. (Поверье). || Озорной. Юрк. Усалтараххисем, кто поозорнее. || Чорт (бранное выражеиие). Коракыш. Ăна пичĕш курнă та: санăн, усалăн, кунта килмелле-и? тесе, тĕкее кăларса янă. Рак. Çак пуртре пĕр усал. (Шăпăр). || Бранное выраженпе, отн. к детям или животным (напр., к лошади). Орау. Усал! мĕн хăтланать вăл! пăх-ха амĕш! Что он делает, негодяй! посмотри-ка, мать! (говорит матери ребенка). IЬ. Усал! Вунă пăта туртса çитеримар, тата шăмарайĕнçи тăвать! Сволочь! Десяти пудов не свезла (не довезла), а еще злится! (прижимает уши, хочет укусить). IЬ. Усал! шăмарать тата! (напр., о кобыле: сволочь! еще укусить хочет! || Пурга. Пухтел. Уcал тухса каймасан. Если не случится пурги. || Хлам. Земледелец. Нимĕçсем вăрманти мĕн пур усала шăлса, хире тăкаççĕ. || Плохо (наречие). Ст. Айб. Ах, инкеçĕм, инкеçĕм! Эпир усал пурăнни ят сарăлчĕ аякка. (Хĕр йĕрри). Тимĕрçен. † Йăмăка усал тытсассăн, пĕлĕпĕр эпир евчине.
вешаться
глаг. несов.
çакăн, çакăнса вил ♦ вешаться на шею мăйран уртăн (арçын çумне çулăхакан хĕрарăм çинчен)
давиться
глаг. несов.
1. (син. вешаться) çакăн, çакăнса вил
2. пӳлĕн, пыра ларт; собака давится костью йытă пырне шăмă ларнă
подобный
прил. (син. похожий), подобно нареч.
пек, евĕрлĕ, манерлĕ; йышши; подобный этому случай çакăн евĕрлĕ тĕслĕх; мчаться подобно метеору метеор пек ыткăн ♦ ничего подобного пачах апла мар
так
1. нареч. çапла, апла; çакăн пек, çавăн пек; сделай вот так ак çакăн пек ту
2. частица усилит. (син. очень) çав тери; я так люблю музыку эпĕ юрă-кĕвĕне çав тери юрататăп
3. нареч. хăйне хăех, хăй хальлĕн; болезнь так не пройдет, надо лечиться чир хăйне хăех иртсе каймĕ, сипленес пулать
4. частица, употр. при разъяснении, уточнении (син. например) çапла, акă, сăмахран; сельчане живут хорошо, так, многие построили дома ял çыннисем аван пурăнаççĕ, çапла, нумайăшĕ çурт лартнă
5. частица усилит. (син. очень) çав тери; я так люблю музыку эпĕ юрă-кĕвĕне çав тери юрататăп
6. союз (син. если) пулсан; тăк (тĕк); сказал, так сделаю каларăм пулсан тăватăпах ♦ и так ахаль те, унсăр та; так и быть юрĕ ĕнтĕ; так и есть чăнах та; так как союз мĕншĕн тесен; так что союз çавăнпа та; так или иначе мĕнле пулсан та; так себе вăтам, чухă кăна
такой
местоим.
çавăн пек, çакăн пек, кун пек; кунашкал, çакнашкал; такая книга есть и у меня кун пек кĕнеке манăн та пур; таким образом çапла майпа; он такой умный вăл çав тери ăслă ♦ Что же тут такого? Мĕнех вара?
цепляться
глаг. несов.
çаклан, çакăн, çатăрла; цепляться за руку алла çатăрласа тыт
виснуть
несов., повиснуть сов. усăнса, çакăнса тăр, çакăн, уртăн; дети так и виснут на нем ачасем ăна мăйран çакăнаççĕ.
так
1. çапла, апла, капла, кун пек, ун пек, çакăн пек, çакнашкал, кунашкал, унашкал, çавнашкал; впредь не поступай так ӳлĕмрен кун пек ан хăтлан; по-нашему, не так пирĕн шутпа апла мар; 2. ахаль, ахалех; 3. çав тери; он так глуп, что... вăл çав тери ăссăр...
таковой
çакăн йышши, кунашкал, çавнашкал, çапласкер.
тоня
1: пулă тытмалли вырăн; 2. çакăн пек вырăнта пула тытакан предприяти.
вешаться
несов. (кончать жизнь самоубийством) çакăн.
давиться
несов. 1. чем лак, пыра ларт; давиться костью пыра шăмă ларт; 2. (задыхаться от приступа кашля, смеха и т. д.) пӳлĕн, чыхăнса кай, чыхăн; давиться от смеха каçса кайса кул; 3. разг. (лишать себя жизни) çакăн.
душиться
несов. пăвăн, çакăн.
заключение
с. 1. по гл. заключить; заключение мира мир туни; заключение в тюрьму тĕрмене хупни; заключение в скобки скобкăна хупни; 2. (лишение свободы) тĕрмене хупни, тĕрмере ларни; отбыть заключение тĕрмере ларса тух; 3. (вывод) вывод, шухăш, заключени; прийти к следующему заключению çакăн пек шухăш патне пыр; заключение врача врач заключенийĕ; 4. (конец) вĕçĕ, юлашки; в заключение юлашкинчен.
как-то
нареч. 1. (каким-то образом) темле, темле майпа, темшĕн, темĕскерле; он говорит как-то непонятно вăл темле ăнланмалла мар калаçать; 2. (однажды) пĕрре, пĕррехинче, тахçан; я как-то видел его эпĕ тахçан курнăччĕ ăна; 3. (неопределённость предположения об образе и способе действия) мĕнле, мĕнле-ши?; как-то они там поживают? мĕнле пурăнкалаççĕ-ши вĕсем унта?; 4. (а именно, например) калăпăр, сăмахран, çакăн йышши, ак çаксем.., пайăрласа каласан; мы купили различные ягоды, как-то: землянику, малину, смородину, крыжовник эпир тĕрлĕрен çырласем илтĕмĕр: çĕр çырли, хăмла çырли, хура çырла, йĕплĕ çырла.
кинуться
сов. 1. (броситься, устремиться на кого-что-л.) ыткăн, талпăн; собаки кинулись на волка йытăсем кашкăр çине сиксе ӳкнĕ; 2. (на шею) çакăн, уртăн; 3. (прыгнуть куда-л.) чăм, сик (шыва); ◇ кинуться бежать чупма тытăн, тарма тытăн; кинуться в ноги кому-л. ӳксе пуççап, ӳксе тархасла.
оппозиция
ж. 1. (противодействие кому-чему-л.) оппозици (тепĕр политикăна е теприсен политикине хирĕç тăни); быть в оппозиции к кому-чему-л. хирĕç тăр, килĕшмесĕр тăр; 2. оппозици (çакăн пек хирĕç тăракан парти е ушкăн); парламентская оппозиция парламентри оппозици.
повиснуть
сов. çакăнса (е усăнса) ан, çакăн, усăн; ребята повисли на дедушке ачасем старике ал-ураран çакăнчĕç; повиснуть в воздухе чарăнса тăр, пăчланса лар.
подо⸗
приставка под⸗ вырăнне çакăн пек чухне çыраççĕ: 1) «й» умĕнче: подойти патне пыр; 2) ик-виçĕ хупă сасă умĕнче: подогнуть хуçлат; 3) çемçелĕх паллиллĕ хупă сасă умĕнче: подошью çĕлесе сыпăн (е лартăп).
следующий
прил. 1. (ближайший по очереди) тепри, тепĕр; пусть зайдёт следующий тепри кĕтĕр; на следующий день тепĕр кунне; 2. в знач. мест. опред. (такой) çакнашкал, çакăн пек, çапла; пришло письмо следующего содержания çакăн пек çырнă çыру килчĕ.
такой
мест. опред. 1. çавăн пек, çавнашкал, кун пек, ун пек, çакнашкал, кунашкал; такый человек мне и нужен çакăн пек çын кирлĕ те мана; 2. (для усиления оценки, качества) çав тери, питĕ; он такой красивый вăл çав тери илемлĕ; ◇ в таком случае апла пулсан; до такой степени çав тери; таким образом в знач. вводн. сл. çапла вара; что такое мĕскер, мĕн ку; есть такое дело пулать, тăватăп.
угораздить
сов. разг. хĕтĕрт, тĕрт, хисте, хуш; угораздило же меня выйти в такой дождь! çакăн пек çумăр витĕр кайма мана кам хĕтĕртрĕ-ши!; как тебя угораздило упасть? сана ӳкме кам хушрĕ?
умолчать
сов. о ком-чём пытарса хăвар, каламасăр хăвар; он умолчал об этом вăл çакăн çинчен каламасăр хăварчĕ.
шея
ж. май, ĕнсе; ◇ гнуть шею перед кем-л. см. гнуть; наломать (или намять) шею кому-л. ĕнселе, тăхăнтарт; намылить шею кому-л. хăтăр, ятла; свернуть шею кому-л. мăйне пăрса тат (камăнне те пулин); свихнуть (себе) шею ĕнсӳне мăкăлта; сломать (себе) шею ĕнсӳне хуç; гнать в шею (или в три шеи) хăваласа яр; вешаться (или кидаться, бросаться) на шею кому-л. мăйран уртăн (е çакăн); виснуть (или висеть) на шее у кого-л. 1) ыталаса ил, мăйран çакăн; 2) юраттарасшăн пул; посадить на шею кому-л. хуш (кама та пулин пăхма, пулăшма); сесть на шею кому-л. çын шучĕпе пурăн; вешать себе на шёю хомут хăвна валли чăрмав туп; надеть (или накинуть) петлю на шёю кому-л. çак (кама та пулин), çакăн (ху); на свою шёю, себе на шёю хăвна валли (инкеке).
çав
[ŝjav/ŝjak]
tio (ĉi)
çав кун — en tiu ĉi tago
çавăнпа та — pro tio, так как
çак çын — tiu homo
çак хушăра — en tiu tempo
çакăн хыççăн — post tio
çакăнтан — de tie, de tiu loko
çакăнти — tiea, de tiu loko
çак
«вешать», «повесить»; çакăн «вешаться», «повеситься»; çакă «вешалка»; азерб. чэк, туркм. чек «вешать»; дара чек «повесить»; азерб. чәкил «вешаться».
Кăмăла хуç
Кăмăла хуç 1. трогать / растрогать кого; 2. обижать/ обидеть кого, огорчать / огорчить кого; 3. расстраиваться / расстроиться; склонять / склонить кого, к чему.
1. [Ольга Васильевна:] Ну, Елюк, ытла та кăмăла хуçмалла юрлатăн. П. Осипов. Умăмра пĕчĕк кăна портрет Кăмăла хуçать те илĕртет. Я. Ухсай. 2. — Апла ан кала. Çын кăмăлне хуçатăн! — чарать ăна манпа юнашар, манран çăмăлтарах выртакан Тимош, Пенза вырăсĕ. С. Элкер. Эп халăх кăмăлне хуçас темерĕм. Я. Ухсай. Çамрăклăх! Сана хурлас пулсассăн, Тен, хуçас тесессĕн кăмăлна, Ан кулян та ан кӳрен — хавассăн хӳтĕле эс хăвăн вăхăтна. А. Алка. Кăмăла хуçакан çакăн пек кунсенчен пĕринче Ахтупайпа Ятламас кĕтмен çĕртен хăйсем патне юланут юртăпа пынине курчĕç. К. Турхан. 3. — Кăмăлна ан хуç ĕнтĕ, пултăрăм! — илтĕнчĕ çав самантра йыснăш сасси. М. Ухсай. Ялан пуçа устарса, хуйхăртса çӳреттерекен муза — уншăн ют: «Кив илемшĕн хуçмăп кăмăла. Пуçăмра çĕнелнĕ ял тĕнчи», — тет вăл. В. Паймен. Ашшĕ-амăшĕ хашкаса кĕрсе тăчĕç ун умне, ӳкĕтлесе, ятласа хуçаймарĕç кăмăлне.
Намăса çухат
Намăса çухат терять / потерять совесть.
Шутласан тухать тинке! Кам ăна тухатнă? Намăса Елюк инке Пуçĕпех çухатнă. Капкăн. — Ку Васькине тус-юлташ тесе пурăннă вĕт-ха эпир! Мĕнле тус-юлташ пултăр вăл çакăн хыççăн?! Чысне те, намăсне те çухатнă эсрел çеç. А. Лазарева.
Пуçран тухмасть
Пуçран тухмасть не выходит [не идёт] из головы [из памяти, из ума].
Манăн пуçран çав-çавах трактор тухмасть. В. Кузнецова. Çакăн çинчен шухăшла пуçларăм та, вара вăл шухăш ман пуçран тухми пулчĕ. Хыпар.
Сăй пар
Сăй пар угошать / угостить кого.
Карамыш, хăй патне çакăн чухлĕ хăна килнĕшĕн савăнса кайнăскер, хан ячĕпе чаплă сăй пачĕ. К. Турхан.
Тăна çухат
Тăна çухат 1. терять / потерять рассудок (1. утратить способность соображать, понимать, здраво рассуждать и т. п.; 2. лишаться ума, мешаться в уме).
1. Пуринчен ытла, — тет вăл, пуçланă сăмахне малалла тăсса, — тăна çухатас пулмасть, кашни самантрах хăвна ху сыхланмаллине асра тытмалла. Н. Патман. Метеорсем тĕнче уçлăхĕнче, Сĕм-тĕттĕм тӳпене çурса, Тăнне çухатнăн ыткăнаççĕ. X. Акивер. 2. Тепри пулсан, юратнă упăшкине вĕлерни çинчен пĕлсен, тăнне те çухатмалла, ку хĕр майор вара çакăн пек йывăр самантра та ĕçлеме пултарать. Л. Агаков.
Тĕпе кӳлĕн
Тĕпе кӳлĕн запрягаться / запрячься в корень.
Секретарĕн [парторгăн] ĕçĕ çăмăл мар, яланах тĕпе кӳлĕнмелле. А. Емельянов. Çакăн хыççăн иксĕмĕр те, икĕ каччă, стена хаçатĕнче «тĕпе кӳлĕнсе» ĕçлеме тытăнтăмăр. В. Алентей.
Чун лăштах пулчĕ
Чун [чĕре, ăшчик] лăштах пулчĕ отлегло [отошло] от сердца, отлегло на душе, камень с души [с сердца] свалился, душа [сердце] потеплела; син.: чун кĕчĕ, чун лăпланчĕ, чуна ăшă килчĕ, чун уçăлса кайрĕ.
Ман сана ялан курас килет. Куратăп та, чĕре лăшт пулать вара. К. Турхан. Çакăн пек илемлĕ, уçă тĕнчене курсан, Петюк чунĕ лăштах кайрĕ. В. Алентей. Сергей Кириллович ăшчикĕ лăштах пулчĕ: тинех ăна главнăй инженер ĕçне парăнса ĕçлеме чăрмантармĕç. А. Талвир.
колпред
, ç.с., кĕск. Коллективлă предприяти, пĕрлешӳллĕ хуçалăх. Ĕлĕкрех сирĕн совхозчĕ. Халĕ колпред, коллективлă ял хуçалăх предприятийĕ. Х-р, 4.08.1993, 1 с. Хăй вăхăтĕнче колпредприяти ертӳçисем çакăн пек ирĕклĕхшĕн сахал мар хыпкаланатчĕç. Халĕ кашни хуçалăх — хăйне евĕрлĕ патшалăх. Х-р, 17.04.1996, 3 с. Республика ертӳçи «Маяк» колпреда çитсе курчĕ. Х-р, 21.01.1997, 1 с.
колпредприяти
, ç.с., кĕск. Коллективлă предприяти, пĕрлешӳллĕ хуçалăх. Ĕлĕкрех сирĕн совхозчĕ. Халĕ колпред, коллективлă ял хуçалăх предприятийĕ. Х-р, 4.08.1993, 1 с. Хăй вăхăтĕнче колпредприяти ертӳçисем çакăн пек ирĕклĕхшĕн сахал мар хыпкаланатчĕç. Халĕ кашни хуçалăх — хăйне евĕрлĕ патшалăх. Х-р, 17.04.1996, 3 с. Республика ертӳçи «Маяк» колпреда çитсе курчĕ. Х-р, 21.01.1997, 1 с.
куккурус
п.в. Капмар пучахлă, çӳллĕ те тачка туналлă пулакан ӳсен-тăран тата унăн сарă та шултра вăрри; кукуруза. Çакăн чухлă вăй хурсан, юратса ĕçлесен, мĕншĕн çитĕнмĕ вăл кукурус. Хв. Уяр, 1965, 114 с. Н.Волкова ... куккурусăн 250 сортне мĕнле сăнани çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Х-р, 19.01.1999, 1 с. Куккуруспа соя — комбикорм завочĕсене, рис — халăха сутма. ХС, 1999, 19 /, 1 с.
— куккурус вăрлăхĕ (Г.Краснов, 1979, 123 с.); куккурус анисем (И.Шордан, 1985, 188 с.); кукурус ак (Х-р, 3.08.1993, 3 с.); куккурус çитĕнтер (Х-р, 8.06.1999, 4 с.); куккурус силосĕ (ХС, 1999, 31 /, 2 с.); куккурус çăнăхĕ (С-х, 2000, 36 /, 1 с.); куккурус çăвĕ (С-х, 2000, 37 /, 1 с.); куккурус çӳçи (С-х, 2001, 35 /, 3 с.);
— ВЧС, 1971, 309 с.; Ашмарин, VI, 267 с.
кукурус
п.в. Капмар пучахлă, çӳллĕ те тачка туналлă пулакан ӳсен-тăран тата унăн сарă та шултра вăрри; кукуруза. Çакăн чухлă вăй хурсан, юратса ĕçлесен, мĕншĕн çитĕнмĕ вăл кукурус. Хв. Уяр, 1965, 114 с. Н.Волкова ... куккурусăн 250 сортне мĕнле сăнани çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Х-р, 19.01.1999, 1 с. Куккуруспа соя — комбикорм завочĕсене, рис — халăха сутма. ХС, 1999, 19 /, 1 с.
— куккурус вăрлăхĕ (Г.Краснов, 1979, 123 с.); куккурус анисем (И.Шордан, 1985, 188 с.); кукурус ак (Х-р, 3.08.1993, 3 с.); куккурус çитĕнтер (Х-р, 8.06.1999, 4 с.); куккурус силосĕ (ХС, 1999, 31 /, 2 с.); куккурус çăнăхĕ (С-х, 2000, 36 /, 1 с.); куккурус çăвĕ (С-х, 2000, 37 /, 1 с.); куккурус çӳçи (С-х, 2001, 35 /, 3 с.);
— ВЧС, 1971, 309 с.; Ашмарин, VI, 267 с.
ликвидатор
ч.с., ç.п. Чернобыльти аварин (1986 ç.) е çавăн йышши урăх инкекĕн сиенне катертме хутшăннă çын. Шупашкарти «Северная» клиникăра выртакан ликвидаторсем [Мисчĕри аварие сирекенсем] хăйсен пухăвне ирттернĕ. Унта 32 ликвидатор хутшăннă. Х-р, 29.05.1996, 1 с. Ун пек хутсене Чер-нобыльте паман-çке, Раççейри 50 пин ликвидатортан 163-шĕ кăна çакăн пек справкăсем кăтартма пултарать. ÇХ, 1998, 44 /, 2 с. Радиаци катастрофинче вилнисене асăнмалли кун Çĕнĕ Шу-пашкарта «ликвидаторсене» халалланă монумент уçăлчĕ. (Х-р, 29.04.2003, 1 с.).
— танл., чернобылец.
питлевçĕ
п.с. Тиркекен, сивлесе тăрăхлакан çын; сатирик. Халăх поэчĕ çакăн йышши шăлсăр питлевçĕсемпе тĕнкĕл-тĕнкĕл такмакçăсене хăюллăрах пулма чĕнсе ... çырнăччĕ. Ю.Артемьев, 1984, 92 с. Тĕнче литературин хутлăхĕсенче тиркевçĕ-питлевçĕсемпе хĕрхи вĕрентӳçĕсем вырăнне ырă сунăмлă тĕпчевçĕсем йышăннă имĕш. В.Энтип //Я-в, 1991, 12 /, 26 с.
пӳлевле
ç.с. Пуласлăха пĕл, малашлăха туй.Америкăри тăватă паллă футуролог XXI ĕмĕр çинчен пӳлевлесе (500 çул хушшинчи пуласлăха та кăштах тĕпченĕ) çакăн пек пĕтĕмлетӳ тунă. Х-р, 17.09.1996, 3 с.
— танл., пӳлев пек кур (М.Юхма, 1990, 330 с.).
аслă
малтан çурални; пысăк. Малтанхи йывăрлăхĕнче Египет çĕрĕнчи шыв пĕтĕмпех юн пулса тăнă, кайранхи йывăрлăхĕнче Египетри пур тĕрлĕ чĕрĕ чунтан та малтан çуралнисем (аслисем) вилсе пĕтнĕ [Наставление 1896:42]; Пĕр Ниагара шывех сиксе 17000000 лаша вăйне пама пултарнă тет, анчах çакăн пек аслă (пысăк) шыв вăйĕсем халĕ ахалех выртаççĕ [Никольский 1988:81].
йăран
ана чикки; пилĕк çĕр тăваткал чалăш. Çавăнпа анасем чиккине (йăрансене) тухнă усăсăр курăксене чечеке ларичченех çăлса тăкас пулать [Каким 1911:2]; Çакăн пек суха пуçп, ырхан лашапа кунне пĕр хăрах йăрантан (пилĕк çĕр тăваткал чалăш) мала сухалас çук [Степанов 1908:7].
йĕрке
йăла. Çакăн пек йĕркене (йăлана) референдум теççĕ [Ширновой 1917:28].
платина
шурă ылтăн. Çакăн пек япаласенчен пĕрне шурă ылтăн (белое золото), тепĕр тĕслĕ платина теççĕ [Çулталăк 1914:8].
фундамент
никĕс. Çакăн пек пысăк çуртсем тĕреклĕ пултăр тесен пит пĕлсе ĕçлемелле, çавăнпа халиччен кун пек чи пысăк çуртсем тăвайман. Вĕсен фундаментне (никĕсне) пит тĕреклĕ япаларан тăваççĕ [Çулталăк 1910:26].
хăрах йăран
500 тăваткал чалăш. Çакăн пек суха пуçпе, ырхан лашапа кунне пĕр хăрах йăрантан (500 тăваткал чалăш) мала сухалас çук [Степанов 1908:3].
Çавăн пекех пăхăр:
çакăлă çакăльте çакăм çакăмпа « çакăн » çакăн кап çакăн пек çакăн чулĕ çакăнкала çакăнта