Шырав: çап

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

авăн

3.
хлеб для обмолота, насад
авăн юпи — шиш (столб для шишкования хлеба)
авăн аштар — шишковать (обмолачивать хлеб, гоняя лошадей по снопам)
авăн сар — настилать снопы для молотьбы
авăн çап — молотить хлеб

алă


алли йывăр — у него тяжелая рука
алли çăмăл — у него легкая рука
алли кĕске — руки коротки (сделать что-л.)
алли кукăр — нечист на руку, вороват (букв. у него рука кривая)
алли пырни — каждый, кому не лень
алă май — подходящий момент, удбоный случай
ал майлă — подходящий, сподручный прост.

алă мар
1) некстати
пире унта кайма алă мар — нам некстати туда идти
2) не подходит
несподручно прост.
ку пире алă мар — это нам не подходит

алă çаврăнăшĕ
1) досуг
алă çаврăнăшĕпе туса пар-ха — сделай-ка это на досуге
2) сноровка
унăн алă çаврăнăшĕ çук-ха — у него еще нет сноровки

ал çемми ĕç — посильная работа
алă тулли — милый, хороший, ненаглядный (о ребенке — букв. заполняющий руки)
алă тымарĕ —  пульс
алă хушши — обсевок (оставшееся незасеянным место при ручном севе)
алă кĕçĕтет — руки чешутся
алă пус — подписаться, поставить подпись
алă сул — махнуть рукой на что-л.
алă çап — ударить по рукам, заключить сделку
алă çĕкле — поднять руку на кого-что-л.
кам çине аллуна çĕклетĕн эсĕ? — ты на кого поднимаешь руку?

алă çĕкленмест — рука не поднимается на кого-что-л.
алă çитмест — руки не доходят (сделать что-л.)
алла варала — пачкать руки
алла пăх — прийтись ко двору
вăл аллине усрĕ — у него опустились руки
алла усса лар — сидеть сложа руки
алла ӳкер — залучить кого-что-л., овладеть кем-чем-л.

алă хур
1) ударить кого-л.
2) наложить на себя руки, покончить жизнь самоубийством
3) положить начало чему-л.

алăран кайтăр — с рук долой

ассенизаци

ассенизация (тула тухмалли, çӳп-çап тăкмалли вырăнсене тасатни)

ашăк

I.

1.
рогожа
циновка
мат

улăм ашăк — соломенный мат
алăка ашăк çап — обить двери рогожей
ашăк çых — вязать маты

бубен

муз.
бубен
бубен çап — бить в бубен

вăйлă

сильно, крепко
вăйлă лаша — сильная лошадь
вăйлă организм — крепкий организм
вăйлă çап — сильно ударить

вăйлăн

1.
сильно, крепко, с большой силой
тăшмана вăйлăн пырса çап — сильно ударить по врагу
юрă вăйлăн янăрать — громко звучит песня

вирлĕ

крепко
сильно
энергично

вирлĕ сасă — энергичный голос
вирлĕ çумăр çуса иртрĕ — прошел сильный дождь
вирлĕ ответ пар — дать решительный ответ
вирлĕрех çап — ударить покрепче

вут-çиçĕмле

молниеносно, стремительно
тăшмана вут-çиçĕмле пырса çап — стремительно атаковать врага

гонг

гонг
гонг çап — ударить в гонг

иртĕн

II. страд.

отделяться, отбираться
тырă çинчи çӳп-çап алапа лайăх иртĕнет — сор из зерна хорошо отсеивается решетом

картла

I.
картла выля — играть в карты
картла çап — играть в карты с азартом

кăшăл

I.

1.
обруч
карттус кăшăлĕ — обруч в тулье фуражки
катка кăшăлĕ — обруч кадки
кăшăл çап — набивать обручи

кĕле

2.
каблук
кĕле çап — прибить каблук

кĕнеке

книжный
библиотека кĕнеки — библиотечная книга
сайра тĕл пулакан кĕнеке — библиографическая редкость
ӳкерчĕклĕ кĕнеке — книжка с картинками
юрă кĕнеки — песенник
кĕнеке авторĕ — автор книги
кĕнеке выставки — книжная выставка
кĕнеке издательстви — книжное издательство
кĕнеке лавкки — книжный магазин
кĕнеке пичĕ — переплет, обложка книги
кĕнеке çӳлĕкĕ — стеллаж, книжная полка
кĕнеке шкапĕ — книжный шкаф
кĕнеке юратакансен пĕрлешĕвĕ — общество любителей книги
кĕнеке хуплашки — обложка книги
кĕнеке кăлар — издать книгу
кĕнеке пичетле — печатать книгу
кĕнеке çап — печатать книгу
кĕнеке çийĕ хур — переплести книгу

клеме

тавровый
фирма клеми — фирменное клеймо
клеме палли — тавровый знак
клеме çап — клеймить, ставить клеймо
клеме çапнă тавар — клейменый товар
выльăхсене клеме çап — клеймить, таврить скот

козырь

карт.
козырь
козырьпе çап — бить козырем
козырьпе кай — ходить с козыря

костыль

2. тех.
костыль (пысăк пата)
костыль çап — забить костыль

кувалда

кувалда
кувалдăпа çап — бить кувалдой

кӳсек

2.
дубина, дубинка
кӳсекпе çап — ударить дубинкой

лачлаттар

1.
шлепать, трахать, звучно ударять
кĕпене валекпа лачлаттарса çап — шлепать вальком по белью

литавра

муз.
литавры
литавра çап — бить в литавры

мăк

моховой
мăк калакĕ — конопатка, лопатка для конопачения
мăк торфĕ — моховой (верховой) торф
мăк шурлăхĕ — моховое болото, мшаник
мăк кăлар — добывать мох (из болота)
тунката мăкпа витĕннĕ — пень покрылся мохом
мăкпа хăпартнă вите — хлев на мху
мăк çап — конопатить мхом (напр. избу)

нухайкка

иагайка, плеть
нухайккапа çап — ударить нагайкой

нӳрĕ

влажно, сыро
тăпрарн нӳрĕ — почвенная влага
нӳрĕ хăйăр — влажный песок
нӳрĕ тытни — влагозадержание
ку ӳсентăран нӳрĕре юратать — это растение любит влагу
пулĕмре нӳрĕ — в комнате сыро
çанталăк нӳрĕ тăрать — погода стоит сырая
нӳрĕ çап — пропитываться влагой, становиться влажным, сырым
утияла нӳрĕ çапнă — одеяло отсырело

обой

обойный
çăвăнакан обой — моющиеся обои
обой хапрăкĕ — обойная фабрика
обой хучĕ — обойная бумага
обой çап — клеить обои
обой çыпăçтар — клеить обои

пăта

1.
гвоздь
йывăç пăта — деревянный гвоздь
пĕчĕк пăта — гвоздик
тимĕр пăта железный гвоздь
такан пăти — подковный гвоздь
пăта шлепки — шляпка гвоздя
пăта çап — вбить гвоздь
пăтаран çак — повесить на гвоздь

пушă

I.

кнут, плеть, нагайка
кĕтӳç пушши — пастуший кнут
вăрăм пушă — пастуший кнут
кĕске пушă — плеть
чĕн пушă — ременная нагайка
пушă аври — кнутовищ
пушăпа çап — стегнуть кнутом
пушша виççĕлле явнă — кнут свит в три пучка
Атăл урлă вăрăм пушă выртать. (Пăр çурăлни). — загадка Через Волгу протянулся пастуший кнут. (Трещина во льду).

савăл

клином
тимĕр савăл — железный клин
юман савăл — дубовый клин
савăл сухал — борода клином
савăл яр — 1) вбивать клин 2) перен. разъединять, ссорить
савăл пар — 1) вбивать клин 2) перен. разъединять, ссорить
савăл çап — 1) вбивать клин 2) перен. разъединять, ссорить
халăх савăлпа çапса хĕснĕ пек — народу битком набилось (букв. как будто клином затиснули)
пуртă савăлĕ тухса ӳкнĕ — у топорища выпал клинышек
Савăла савăлпа кăлараççĕ. — погов. Клин клином вышибают.

сăвай

свайный
бетон сăвай — бетонная свая
йывăç сăвай — деревянная свая
сăвай çап — забивать сваи
сăвай çапакан — сваебоец
сăвай тукмакки — баба (для забивания свай)
Пуртăсăр, савăлсăр, сăвайсăр кĕпер хывать. (Пăр шăнни). — загадка Без топора и клина, без свай наводится мост. (Ледостав).

сулăм

3.
размах
сулăмпа çап — ударить с размаху
маятник сулăмĕ — размах колебаний маятника
сулăмпа ут — шагать размашисто

сулăмлă

мощно, сильно
тăшмана сулăмлă пырса çап — мощно ударить по врагу

сулăмлăн

1.
мощно, сильно, с силой
сулăмлăн çап — ударить с силой

сулмаклăн

2.
сильно, мощно, с силой, энергично
сулмаклăн çап — сильно ударить

такан

подковный
лаша таканĕ — конская подкова
такан пăти —подковные гвозди
лашана такан çап — подковать лошадь

талпас

разг.

1.
пустословие, праздные разговоры
болтовня
тары-бары
прост.
талпаса çап — точить лясы, пустословить
талпаса пер — точить лясы, пустословить
Талпасăн тяппи мăтăк. — погов. У лжи ноги коротки.

тăпач

1.
цеп
тăпач аври — цеповище
тăпач вулли — цеповище
тăпач йывăççи — било
тăпачпа авăн çап — молотить цепами

тукмак

2.
валек (для белья)
кĕпе-йĕме тукмакпа çап — отбивать белье вальком

урна

2.
урна (çӳп-çап пăрахмалли савăт)

хап

1. диал.
рогожа
хап çап — 1) ткать рогожу 2) обивать рогожей

хирлӳ

4. диал.
огниво
хирлӳпе çап — высекать огонь огнивом

чăвăшлаттар

ударять, стегать со свистом
хулăпа чăвăшлаттарса çап — со свистом ударить прутом

чăпта

1.
куль (рогожный)
чăпта çап — ткать кули

чукмар

1.
дубина, дубинка
резина чукмар — резиновая дубинка
чукмарпа çап — ударить дубинкой

шакăлча

реечный
шакăлча çап — прибить планку
юман шакăлча — дубовая рейка
шакăлча паркет — реечный паркет

шăтăк

4.
яма, углубление, впадина
вилĕ шăтăкĕ — могила
силос шăтăкĕ — силосная яма
çӳп-çап шăтăкĕ — яма для отбросов, помойная яма
шăтăк чав — копать яму

çава

коса
вырăсла çава — русская коса (разновидность косы)
çава аври — косовище
çава кăпăлĕ — часть косы, прикрепляемая к косовищу
çава тăпси — пятка косы
çава кĕлли — пятка косы
çава савăлĕ — клинышек для закрепления косовища
çава пастарĕ — клинышек для закрепления косовища
çава сăмси — яосок косы
çава тытки — поперечная ручка на косовище
çава çап — точить косу (брусочком)
çава лапаткала — точить косу (брусочком)
çава тупта — отбивать косу
çавапа çул — косить косой
улăхра çава сасси ян та ян каять — на лугу так и звенят косы
яштак юман кутĕнче çава касми курăк пур — фольк. под стройным дубом трава растет так густо, что ее не берет коса

çап

I. см. çапă

çап

II. глаг.

1.
ударять, бить
колотить

чышкăпа çап — ударить кулаком
лащена çап — ударить лошадь
хумсем çырана çапаççĕ — волны бьются о берег
кайăк çунат çапать — птица бьет крылом
Паракантан ил, çапакантан тар. — посл. Коли дают — бери, бьют — беги.

çап

2.
забивать, вбивать
прибивать
прикреплять

атă тĕпĕ çап — прибить подметку
пăта çап — забить гвоздь
сăвай çап — забивать сваи
такан çап —подбить подкову
çырса çап — вывесить, прибить что-л. написанное

çап

3.
швырять, бросать, ударять о землю
çĕлĕкне çĕре çапрĕ — он хлопнул шапкой оземь
çĕклесе çап — бросить оземь
çавăрса çап — опрокинуть, положить на лопатки
Асатте çатмине çавăрса çапаймăн. (Йĕтем). — загадка Дедушкину сковороду не опрокинешь. (Молотильный ток).

çап

4.
поражать, ударять, побивать
йывăçа аçа çапрĕ — в дерево ударила молния
тырра пар çапнă — хлеба побило градом
аçа çапасшĕ! — бран. разрази его гром

çап

5.
бить (давая сигнал и т. п.)
чан çап — бить в колокол
параппан çап — бить в барабан
çиччĕ çапрĕ — пробило семь
çапакан сехет — часы с боем

çап

6.
поражать, одолевать (о болезни)
тытамак çапнă çын — эпилептик, больной эпилепсией
ăна шалкăм çапнă — его разбил паралич

çап

7. перен.
бить, громить, разбивать
рекорд çап — побить рекорд
тăшмана вирлĕ çап — крепко ударить по врагу
пухура кахалсене çапрĕç — на собрании бичевали лодырей

çап

8.
выражает действие, связанное с изготовлением чего-л. путем ударов или энергичных движений
— перевод зависит от сложившейся в русском языке системы обозначений:

изготовлять, сколачивать, сбивать и т. д.
катка-пичке çап — изготовлять бондарные изделия
кăçатă çап — валять валенки
çу çапакан савăт— маслобойный завод
чăпта çап — ткать рогожу, кули

çап

9.
отбивать, колотить, обрабатывать ударами
кĕпе çап — колотить белье (вальком)
пир çап — отбивать холсты (для смягчения)

çап

10.
молотить, обмолачивать
авăн çап — молотить, вести молотьбу
тăпачпа çап — молотить цепами
тырра комбайнпа вырса çап — убирать хлеб комбайном
Иккĕн автан çиме, вуниккĕн авăн çапма аван. — посл. Вдвоем сподручно уплетать курятину, а артелью в двенадцать человек— молотить хлеб.

çап

11.
набивать, наколачивать
натягивать

кăшăл çап — набивать обручи (на бочку)
шина çап — натягивать шины (на колеса)
Çăка чĕресе кăшăл çапнă. (Çĕрĕ). — загадка На липовое ведерко набит обруч. (Перстень).

çап

12.
чеканить, выбивать
кĕлеме çап — ставить клеймо
медаль çап — выбивать медаль
укçа çап — 1) чеканить монеты 2) печатать деньги 3) разг. загребать доньги, получать большой доход

çап

13.
стучать, печатать
машинкăпа çап — печатать на машинке
телеграма çап — послать телеграмму

çап

14.
снимать, фотографировать
сан çап — снять, сделать снимок

çап

15.
печатать, тискать
листовка çап — печатать листовки
пичет çап — сделать оттиск печати
кĕнеке çапакан станок — печатный станок

çап

16.
парить, бить, хлестать (веником)
милĕкпе çапса яр — попарить веником

çап

17. разг.
бить, стучать (при игре)
домино çап — стучать в домино
картла çап — картежничать

çап

18.
конопатить, заделывать
пӳрте мăк çап — проконопатить избу
хушăксене çапса тух — заделывать щели

çап

19.
обивать, покрывать
алăка кĕççе çапнă — дверь обита войлоком
шпалер çапнă хӳме — стена, оклеенная обоями

çап

20.
набивать, наносить узоры
тĕрĕ çап — выбивать узоры
çитсă çапакан машина — ситценабивная машина
чечек çапнă пусма — набивная цветастая ткань

çап

21. разг.
обозначает особенно активное действие, указание на которое содержится в существительном, перевод зависит от ситуации:

наяривать, жарить и т. д.
такмак çап — наяривать частушки
ташша çап — отплясывать
ыйха çап — крепко спать
вĕсем халап çапаççĕ — они поглощены беседой

çап

22.
показываться, появляться, проступать
питне хĕрлĕ тăс çапнă — у нее на лице выступил румянец
пĕлĕте пушар çути çапнă — на небе отражалось зарево пожара

çап

23.
пропитываться (чем-л. жидким, пахучим)
промокать
кĕпене юн çапнă — рубашка пропиталась кровью
тумтире бензин шăрши çапса ларнă — одежда насквозь пропахла бензином

çап

24.
пахнуть, отдавать чем-л.
разить чем-л. прост.
тар шăрши çапать — разит потом

çап

25.
веять, обдавать чем-л.
сулхăн çапрĕ — повеяло прохладой
çан-çурăма сивĕ çапрĕ — тело обдало холодом

çап

26. диал.
забивать, резать, колоть (скот)
сысна çап — забить свинью

çап

27.
в форме деепр. çапса с др. глаголами
образует составные глаголы с различным значением:

çапса антар — сбить (напр. самолет)
çапса аркат — разгромить, произвести разгром
çапса ват — разбить вдребезги (напр. посуду)
çапса çĕмĕр — разбить вдребезги (напр. посуду)
çапса кăлар — выбить, выколотить
çапса пăрах — пришибить, убить
çапса пăрахсан та астумастăп — хоть убей, не помню
çапса çур — раскроить, размозжить (напр. голову)

çапса хуç —
1) перебить, перешибить
хур çунатне çапса хуçнă — у гуся перебито крыло
2) перен. разбить, рассеять
ĕмĕте çапса — хуç разбить надежды

çапса ӳкер — сбить, повалить ударом
çапса ывăт — отбросить, отшвырнуть
çапса яр ударить

çапса тух —
1) набить (напр. много гвоздей)
2) развешать, расклеить (напр. афиши)

çапса хур — прибить что-л. к чему-л.

çапă

(çап)

çап-çара

голым-голо
уй-хирсем çап-çара — поля все голые

çаптар

1.
понуд. от çап

çаптар

2.
то же, что çап 1, 7, 8, 12—21.

çу

масляный
сальный
жировой

ăш çу — нутряное сало
выльăх çăвĕ — животные жиры
кантăр çăвĕ — конопляное масло
машина çăвĕ — машинное масло
пула çăвĕ — рыбий жир
сарă çу — топленое масло (коровье)
сивĕ çу — топленое масло (коровье)
сĕрмелли çусем — смазочные масла
сысна çăвĕ — свиное сало
техника çăвĕсем — технические масла
тип çу — постное масло
услам çу — сливочное масло
ӳсентăран çăвĕ — растительное масло, растительные жиры
хĕвелçаврăнăш çăвĕ — подсолнечное масло
хур çăвĕ — гусиный жир
шăратнă çу  — топленое сало
яшка çăвĕ — топленое сало
çу арманĕ — маслобойка
çу савăчĕ — маслозавод
çу мăкăлĕ — анат. жировик, жировая опухоль
çу парĕ — 1) сальные железы 2) сало, жир (в тканях тела)
çу промышленоçĕ — масло-жировая промышленность
çу савăчĕ — масленка
çу çурта — сальная свеча
çу тĕпĕ — вытопки
çупа ăшала — жарить на масле
çу çап — сбивать масло
çу ӳкмест — масло не сбивается
çу хыв — нагуливать жир (о животных)
çупа кайса пылпа килĕр! — счастливого пути и благополучного возвращения! (букв. поезжайте по маслу, приезжайте по меду)
Çупа çĕрĕк çăпата та тутлă. — погов. С маслом и старый лапоть вкусен. (соотв. Мужик с медом и лапоть съел).

çутат

1.
светить, освещать
стройкăна прожекторпа çутат — осветить стройку прожектором
лампа çап-çута çутатать — лампа светит ярко
çутатса ил — осветить
çутатакан пулăсем — светящиеся, трассирующие пули
çутатакан хатĕрсем — осветительные приборы
Хĕвел сук чухне уйăх та çутатать. — посл. Когда нет солнца, и луна светит. (соотв. На безрыбье и рак рыба).

çутат

2.
начищать, наводить лоск, доводить до блеска
сăмавар çутат — начистить самовар
çап-çутă çутатнă атă — начищенные до блеска сапоги

çӳп-çап

сорный, мусорный
çӳп-çап витри — мусорное ведро
çӳп-çап çунтар — сжигать, жечь мусор

пĕçĕ


пĕççе шарт çап — удивляться, всплескивать руками от удивления
пĕç хушши — промежность

çулу

огниво
çулу çап — высекать огонь огнивом

çавăр

23.
в форме деепр. çавăрса с др. глаголами образует
составные глаголы с различным значением:

çавăрса кала —
1) выговаритвать, произносить
ача сăмахсене лайăх çавăрса калаймасть — ребенок не может как следует произносить слова
2) выражать, излагать мысли
çавăрса калама сăмах çитмест — не хватает слов выразить что-л.

çавăрса çап — швырнуть бросить об землю
тутана çавăрса çырт — закусить губу
туăра çавăрса çых — обвязать платком
çавăрса тыт — охватить

çавăрса хур —
1) взвлаить
миххе çурă çине çавăрса хур — взвлаить мешок на спину
2) подвернуть, завернуть
тăлăп аркине ая çавăрса хур —подвернуть под себя поул тулупа
3) разг. опорожнить, опрокинуть
пĕр саткан эрехе çавăрса хучĕ — он опрокинул стакан вина
4) разг. ляпнуть, брякнуть прост.
çавăрса чик — запрятать (напр. деньги)

шан

III.
подражание однократному громкому стуку, грохоту
сĕтеле шан çап — стукнуть кулаком по столу
зениткăсем шан та шан тутарса переççĕ — то и дело бахают зенитки

шан-шан, шан-шан-шан — подражание повторяющемуся громкому стуку
чӳречерен шан-шан-шан тутарчĕç — в окно постучали тук-тук-тук

пушă


пушă арман — пустомеля
пушă пичке — пустозвон, пустослов
пушă япала — вздор
пушă параппан çап — бить баклуши
пушă уйăх — март

укçа


укçа курăкĕбот. ромашка
укçа ту — делать деньги, зашибать деньгу прост.
укçа çап — делать деньги, зашибать деньгу прост.

çĕкле


куç çĕклейми — необозримо много
сасă çĕкле — поднимать, повышать голос
урра çĕкле — качать (подкидывая человека в знак приветствия)
хырăм çĕкле — быть беременной
черкке çĕкле — поднять тост
çĕклесе çап швырнуть — оземь, припечатать к земле

тирĕсле

диал.
наотмашь
тирĕсле çап — ударить наотмашь

çап


алă çап — ударить по рукам, сговориться
пĕççе шарт çап — всплеснуть руками
кăларса çап — вышвырнуть, вйбросить (напр. с работы)
пуш параппан çап — пустословить, точить лясы (букв. впустую бить в барабан)
çип çапнă пек тӳрĕ — прямой как струна

параппан

барабанный
параппан тукмакĕсем — барабанные палочки
параппан çап — бить в барабан

параппан


пуш параппан çап — болтать, пустословить

çăт

III.
подражание несильному шлепку, хлопку, щелканью, треску
алăпа çăт тутар  — шлепнуть рукой
турат çăт турĕ — треснул сучок
çăт-çăт — усил. от çăт III.
милĕкпе çăт-çăт çап — похлестывать веником (в бане)

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

паллă

заметно
сасă палли — буква
паллă — заметка
паллă çын — заметный, замечательный человек
паллă çап — заклеймить
етем йепли уткаланă утнинчен паллă — качества человека можно определить по его походке
паллăлă — с заметкой, со знаком

пуç

голова
начало
начальник
главный
колос
покорность

аслине пуç — старшему покорность
пуçлă йĕп — булавка
пуçла — начинать
пуçлан — начинаться
пуç-çап — челом бить, покланяться, молиться; жаловаться, благодарить
пуç çавăр — отуманить
кил пуçĕ — домоправитель
туй пуçĕ — распорядитель свадебного пира
çарă пуçĕ — полководец
йал пуçĕ — вождь деревни, своего народа
шыв пуçĕ — исток, вершина реки
çырма пуçĕ — начало оврага
вар пуçĕ — начало долины
кӳлĕ пуçĕ — начало озера
шурăмпуç — заря
вут пуççи — головня
çул пуççи — проводник
хул-пуççи — предплечие
ал-пуççи — плечо
пуç пÿрне — большой палец
пуç тури — гребень
пуç тăрри, тӳпи — темя
пуç шăмми — череп
пуç йанаххи — виски
пуç тутăри — головной платок
пуç-кашăл — венец
вăл кĕнекене пуçĕпех патăм — я отдал ему эту книгу совсем
пуçламăш — начало
пуçне — кроме, отдельно, особенно, исключая
пăт пуçне пиллĕк пус тӳлес пулать — нужно платить по пять копеек с пуда
пуçах, пучах — колос
хăмла пучаххи — хмелевая шишка
пуçалăх, пуçелĕк — из головы, брус в окне
пуç вĕçĕ — изголовье
пуçлăх — начальник; глава
пуç хирлĕ ӳкер — упасть стремглав п
пуç хур – ложиться ("голову класть")
çичĕ çул йамшăк чупрăм, пĕр турта пуç катмарăм — семь лет я гонял ямщину и не отколол конца ни у одной оглобли
пуç-тах çын — бесшабашный
пуççăрла [Етĕр.] — быть бесшабашным
пуç çинчен пĕркен — закрываться с головой
çын пуçне пĕрер çăмарта пĕçереççĕ — на человека варят по одному яйцу
пуçланса кайать — начинается
ĕçле пуçлать — принимается за работу
ĕрет пуçланса йарать — начинает ряд

савăл

клин, колышек, гвоздь деревянный; савăл йевĕрлĕ – клинообразный; савăл çап – заклинивать.

159 стр.

çап

I.  
очень, совершенно
çап-çутă — очень светлый, очень светло
çап-çамрăк — очень молодой
çап-çара — голый совершенно
çап-çаврака — совершенно круглый

çап

II.
ударять
алă çап — ударить по рукам, заключить сделку
чан çап — звонить в колокол
параппан çап — бить в барабан

çап

III.
бить
колоть
отражаться

авăн çап — молотить
тимĕр çап — ковать

çап йыççи

син.: çап йывăççи
цеп молотильный

çутă

свет; светлый; яркий; светло; çутă-шурă – светло-белый; кунта çутă – здесь светло; çап-çутă – очень светлый; весьма светло; çутă-хурт – светлячек; çутă-кăвак – светло-голубой; çутă-хĕрлĕ – алый.

201 стр.

çӳпĕ

син.: çӳп-çап
сор; мусор; çӳп татăкĕ – соринка; çӳп татăкĕ куçа кĕчĕ – соринка попала в глаз.

202 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

хĕвел

солнце, солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çӳл тӳпене хăпарать. ''Пазух''. 92. Хевея хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. ''Дик. леб''. 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. ''Ib''. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. ''Ib''. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... ''КВИ''. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. ''N''. Хĕвел анчĕ ту айне. ''N''. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. ''N''. Пĕр пĕлет çук, хĕвел çунать. ''А.-п. й''. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. ''НР''. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на гору за созревшей на солнце ягодой. ''ГФФ''. Ăшшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать.''Ib''. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. ''Абыз''. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввнче хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. ''Оп. ис. ч.'' II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. ''N''. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. ''Баран''. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ''ТХКА''. 106. Хĕвел тухас пек, çанталăк çутăлать. ''Ib''. Хĕвел чылай çӳле улăхрĕ, хĕртсе пăхать. ''Шурăм-п''. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. ''N''. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. ''N''. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. ''N''. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. ''Чув. пр. о пог''. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодно. ''Ib''. 42. Хĕвел хĕртсе пăлсан. Если солнце печет... ''N''. Хĕвел витĕр (пăхнă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еше дождь будет. ''Вопр. Смоленск''. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çăмăр пулать. ''Панклеи''. Хĕвел те пĕлет айнех полчĕ (зашло за облако). ''С. Алг''. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. ''N''. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. ''Якейк''. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. ''Ib''. Ес çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. ''Ib''. Ĕнер конĕпех хĕвел пăхрĕ. ''N''. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? ''N''. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çутă. В комнате светло от солнца. ''N''. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. ''N''. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. ''N''. Мана хĕвеле тохма йорамасть. ''N''. Хĕвелте çӳреççĕ. ''N''. Старик хĕвеле ларчĕ. ''N''. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тяпратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. ''N''. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. ''N''. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. ''N''. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. ''N''. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). ''N''. Тĕкĕрпе хĕвеле ан вылят (не пускай зайчиков). ''N'' Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел ансан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать ткйĕр, тенĕ, тет. ''N''. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. ''Му-сирма''. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. ''N''. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). ''Н. Карм''. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. ''Ст. Чек''. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрать. ''Тюрл''. Хĕвел яякка сулăнсан... Когда прошел полдень... ''Хурамал''. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. ''N''. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ''ЧП''. Пулă çакрăм хĕвел ''Изамб. Т''. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленнĕ. ''N''. Хĕвел яялт (хăшт—еслв дольше) вăхрĕ те мĕаĕт айве вврсе кяйрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылосъ ''N''. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я) ''Юрк''. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. ''N''. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. ''N''. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулять, теççĕ. ''N''. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан, çумăр пулать, теççĕ. ''N''. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. ''N''. Пирĕн тĕлтен хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). ''N''. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. ''N''. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. ''N''. Вара отсан-отсан, хĕвел анса кайрĕ. ''Н. Лебеж''. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. ''N.'' Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен. ''N''. Хĕвел инçе карĕ. ''N''. Курнiтсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. ''Кан.'' 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. ''N''. Хĕвел виттĕр пăхни. ''N''. Хĕвел тохсан тин... ''Микушк''. Ирхbне хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). ''Торп-к''. Карăнтăк виттĕр ылтăн туя кĕрĕ. (Хĕвел). ''N''. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелне ялтăртать. ''N.'' Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. ''N''. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. ''N''. Хĕвел ăшă пăхать. ''N''. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ''ГТТ''. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. ''N''. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. ''N''. Йĕрекен ачана култарас тесе: «Хĕвел пăхать», теççĕ. ''N''. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). ''Никит''. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. ''N''. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. ''Сред. Юм''. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывяется за облаками). ''N''. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). ''N''. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. ''N''. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. ''N''. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. ''N''. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. ''N''. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. ''N''. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. ''N''. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. ''N''. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. ''N''. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорит, когда уверены, что он не может этого сделать). ''N''. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывяет, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. ''N''. Хĕвел кăнтăрлаччен вăкăрпа чупать, тет, кăнтарла иртсен, карсакпа чупать, тет. ''N''. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, «хĕвел карталанни» теççĕ. ''N''. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йывăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). ''N''. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. ''N''. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. ''N''. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. ''N''. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. ''N''. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек курăнаççĕ. ''СТИК.'' Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). ''Ib''. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. ''Ib''. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). ''N''. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: «Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил». ''N''. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран вара — лаша çинче, кăнтăрларан вара —кайăк çинче. ''N''. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). ''Янтик''. Эп вăхăта хĕвеле пăхса пĕлеп. ''N''. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. ''Изамб. Т''. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. ''N''. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). ''N''. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. ''N''. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. ''Артюшк''. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тăвăттăм. ''Собр''. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. ''Н. Карм.'' Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла питт хĕртет. ''ЧП''. Хĕвел пăхрĕ — типетрĕ. ''N''. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. ''N.'' Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел ''N''. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. ''Лобашк''. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). ''N.'' Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). ''Синьял''. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантăк). ''Сятра''. Вутсăрах çунать, çунатсăрах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). ''Альш''. Çулла хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. ''N''. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). ''N''. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). ''N''. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). ''N''. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. ''N''. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. ''N''. Хĕвел шăвать. ''Кив-Йал''. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). ''Нюш-к''. Иртсе пыракан çыя пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. ''N''. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). ''Курм''. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. ''Аттик''. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. ''N''. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çумăр е юр çăвать), теççĕ. ''КС''. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). ''Трхбл''. Хĕвел пирĕн йĕтем пысыккăш, тетчĕç ваттисем. ''N''. Хĕвел пит хĕртет. ''N''. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). ''N''. Паян эп тăрсассăнах хĕвел тухрĕ. ''Красн. Горка''. Хĕвел питĕ хытă пăхать. ''Сёт-к.'' Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. ''Магн. М.'' 68. 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори, || Клятва. ''Ст. Чек.'' Хĕвел, илмен эп ăна. ''Сред. Юм''. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). ''Ороу''. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, аплн та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен?—Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

ялтăрт

/Йалтăрт/ (jалды̆рт), подр. короткому и отрывистому сверканию. Орау. Çиçĕм ялтăрт турĕ те, пĕтĕм пӳрт çап-çутă пулчĕ.

самантлăх

протяжение мига, момент. Кан. Хура тинĕс çийĕ çиçĕм çиçнипе пĕр самантлăха кăн-кăвакăн, çап-çуттăн курăнса, каллех тĕттĕмленсе ларчĕ.

Саххар

хр. имя мужч., Захар. СТИК. Саххар туй, куçмик çап! тесе пĕр-пĕр çын çапăçнине курса, е авăн çапнă чух пĕчĕкçĕ ачасем çапйиççисене çĕклеймесĕр аран-аран çавăрса чун хавалпе çапнине курсан, кулкаласа вĕçертсе калат. Çак сăмах çинчен ак мĕн калаççĕ. Пирĕн ялта пĕр Сахар ятлă çын пур. Ăна Утьтя Якку Сахар(ĕ) теççĕ, тата çавăнпа кӳршĕлех Куçмик пурнат. Пĕрре вăсен сухи тимĕрĕ катăлнă та, суха çинче ниăçта кайма аптраса, сухи тимĕрне хăйсем тӳрлетме тытăннă. Мунчара кăмака хутса янă, тет, хăйсем иккĕш те çаннисене тавăрса çӳреççĕ, тет. Куçмикĕ сухи тимĕрне вут çинче тытса тăрат, тет, Сахарĕ млатук тытса тăрат, тет. Кăсен вучĕ çунмаст, тет, тимĕрĕ хĕрме яхăнта та çук, тет. Куçмикĕ тарăхнипе: Саххар, туй! тесе калат, тет. Сахарĕ вĕрме тытăннă майĕпе млатукне ывăтса ярса: Куçмик, çап! тесе каларĕ, тет.

сăн сăпатлă

имеющий (красивое) лицо. Сборн. по мед. Эх, пулать мĕн çын та: хĕп-хĕрлĕ, нар пек, çап-çутă сăн-сăпатлă.

сăр

(сы̆р), окружать, облеплять. См. сыр. N. Финик йывăççи турачĕсем пек сăрса (= сырса) тăнă ăна. N. Унта кайнă чухне те ăна халăх пĕтĕмпе сăрса илчĕ. Ст. Чек. Эсĕр мĕн мана сăрса илтĕр. Кĕвĕсем. Чĕпсене çиме патăм та, ват чăхăсем сăрса илчĕç. Ст. Чек. Хуртсем сăрса илчĕç (окружили). Ib. Çăккăр татăкне таракансем сăрса илнĕ. Шăна чир. сăр. 8. Лаша тислĕкĕ çинчен вĕçсе килсе, тӳрех апат çине ларса сăрса илеççĕ. ЧП. Хурамалăхра хурт сăрат. N. Вĕсене икĕшне те хурт сăрса илет. Изамб. Т. Хурт, уйăрсан, пĕр-пĕр тĕле сăрат. Сред. Юм. Пирĕн çĕмĕрте (черемуху) хôрт пырса сăрнă. Ib. Йĕри-тавра сăрса илнĕ. || Приставать. Сред. Юм. Сăрă сăрса илнĕ. Пристала краска. N. Çутă ылттăна пылчăк сăрса илсен те сиен тумасть. || Покрывать. АПП. † Ахахсем хĕрлĕ, мерченĕ чăпар, шурă пурçăн пир кирлĕ сăрмашкăн. Ст. Чек. Сăрнă кĕрĕк или тăлапа сăрнă кĕрĕк, крытая шуба. N. Пирпе сăрса ярăр. Пошлите, завернув в холст. Çутт. 75. Тăлăп хыççăн ман валли кĕрĕк сăрса парас, теççĕ. || Обкладывать. || Нашивать украшение. Пухтел. || Окаймить. АПП. † Мăйăх-сухал сăрсассăн, хĕр тăшманĕ эп пултăм. Баран. 74. Салтакĕ çап-çамрăк пулнă, мăйăх та сăрман хăйне; вăл йăвашшăн пăхса тăнă. ЧП. Каччăсене хĕрсем саваççĕ, тапса мăйăх-сухал сăрнă чух (вар. сарă мăйăх сăрса тухнă чух). || Истратить. Изамб. Т. Эпĕ çирĕм тенкĕн пуçне сăртăм. Я истратил (букв.— кончил голову) 20 рублей.

сĕр

(сэ̆р), цедить, процеживать. Ст. Чек. Авал çынсем тĕттĕме çутăличчен çĕр хута алапа сĕрнĕ, тет. Вара вĕсене пĕр çын ку асапран хăтарнă, тет. Календ. 1903. Сĕтне никçан та сĕрмеççĕ, лайăх витсе хумаççĕ, тăпра, çуп-çап кайса пĕтет. Изамб. Т. Сăра юçсе ĕлкĕрсен, ăна сĕреççĕ. Ходар. Сăрине туса йӳçтерсе сĕрсен... || Фильтровать. || Бродить рыбу, ловить бреднем. Изамб. Т. Атмапа пĕр çын çырма хĕринчен сĕрсе çӳрет. Ib Полă сĕр, бродить рыбу. N. Унтан пичче тата тепре сĕрсе кăларчĕ. || Вылавливать, напр., клецки, салму из чашки. ||В перен. смысле. Хурамал. Сĕрсе çӳрет ял çинчи сăрана, теççĕ нумай ĕçсе çӳрекен çынна. Янтик. Сĕрсе çӳрет (так говорят про человека; который любит угощаться у людей; но сам не угощает).

стан

станок. || Деревянный станок, где укрепляется жом, пресс (у маслобойки). Станок для ковки лошадей. М. Васильев. Стана кĕртсе лашана таханлама тытăнать. Чертаг. Стан çине лаша кĕртсе тăратаççĕ. Ib. Лаша таканлатмалли стан. || Стойло. Юрк. † Икĕ турă ут, пĕр кĕрен, тапăçаççĕ стантан тухасшăн. || Стан колес или ободьев. Кан. Пĕр çул хушшинчех вăл 100 стан ытла авса сутнă. || Кан. Чутеево. Пĕкĕ авкăçĕ или пĕкĕ станĕ, тукăн авкăçĕ или тукăн станĕ (из дубового чурбана). || Козлы. Б. Олг. Вот татнă стан. N. Чос çормалли стан. || Прялка. Н. Карм. || Форма. Ст. Шаймурз. † Йыснаçăм йысна, улпут пек, станра шăратнă çӳрта пек. Лашм. † Станпа каснă сурпан-пуç пурçин çитмесĕр тек тăрат. Альш. † Çинçе пĕвĕм ӳсет-çке, станран тухнă çурта пек. Н. Лебеж. † Аттеçĕм килĕнче пӳ ӳстертĕм, стана (от слова „станок“) хывнă сарă çурта пек. Сред. Юм. Тăхлан çĕрре çĕрĕ станĕ çине ярса килтех тăваççĕ. Бугульм. † Кĕмĕл çĕрри стантан тухайман, ачисем ачана çитеймен. || Формочка. Юрк. Хуран куклине чăвашсем, тăваççĕ: ашран, тăпăртсăран. Çуртăри чустине сĕтел çине хурса сараççĕ, йĕтĕрпе кустарса çӳп-çӳхе тăваççĕ. Ăна вара станпа, е сăмавар питĕрекеннипе, е эрех куркипе çап-çаврака касса илеççĕ те, вĕсенĕн ăшĕсене вĕтçеççĕ туранă аша е тăпăртса илсе хураççĕ. Чустине хире-хирĕç çыпăçтараççĕ, куклĕ пек тăваççĕ. Хуранти шыв вĕреме кĕрсен, хурана ярса пĕçереççĕ. Ĕлкĕрсен, тиркĕ çине ăсса çиеççĕ. Ашран тунă пулсан, ăна юратаканнисем уксуспа çиеççĕ. Уксуса юратманнисем ахалех те пит юратса çиеççĕ. || Печатный станок. N. Станпа пустарса кăларса тăма хатĕрлесе хунă кĕнекесем çукчĕ. Не было книг для издания. Юрк. Чăваш юррисем çинчен станпа пустарнине санăнне вуласа кăтартрăм, сана пит мухтат. Ib. Аран çырупа каçат илтĕм, унта манăн чăваш ташшисем çинчен станпа пустарнă. Ib. Станпа пусса кăлар, печатать и издать. N. Манас марччĕ тесе, пуçтарса çырса станпа пустарăпăр.

çавăрăн

çавăрн, çаврăн (с'овы̆ры̆н, с'авы̆рн, с'авры̆н), вертеться, вращаться. Чураль-к. Ылтăн пахчара — ылтăн тенел; ылтăн тенелте — ылтăн урапа; çав урапа епле тенел тавра çавăрнать, çавăн пекех çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăрăнтăр. (Из наговора „хĕрсен пуçне çавăрмалли“). N. † Çӳлĕ ту çине арман лартрăм çиле хирĕç çаврăнма; кăçал пире, килес çул сире, тĕнчи çапла çаврăнат. Ск. и пред. чув. 11. Вутăн йĕри-тавра старик выртать çаврăнса. || В перен. смысле. Альш. † Ай-хай çинçе пӳçĕм, çамрăк кăкăрçăм: çаврăнат-çке купăсăн майĕпе. IЬ. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, çавăрнат пурне майĕпе, ай-хай пуçăм — çамрăк пуç, çаврăнат хĕвел майĕпе, ах кăкăрçăм çамрăк кăкăр, çаврăнат купăс майĕпе. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрри пурне майпе çавăрнать; йăс шăнкрав пек сассăм пур, купăс майĕпе çавăрнать. || Повертываться. N. Юрă сассипе хула çавăрăнса ларассăн туйăнать. N. Ку кашкăр хăш енне хăвăрт çавăрнайманнине, вĕреннĕскер, пĕлнĕ пулнă. N. Ку пĕрре çапат, тет те, тепĕр енелле çаврăнса ларат, тет (изба). N. Ман енелле çаврăнса тăр. Шорк. Малтан хăй, окçа çок тесе, йĕрет, кайран эпĕ окçа паратăп: ме, ил, тетĕп, вăл манран çавăрна тăчĕ. Сам сначала плакался, что денег у него нет; потом я ему предлагаю, а он взял да отвернулся от меня (выражение недоумения, неожиданности). N. Çаврăнса кайтăр! Чорт с ним (чтобы его перевернуло). || Кружить. С. Айб. † Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать; çĕмĕрчипе хăви авăнать. Юрк. † Шурă Атăл хĕрринче шурă хăйăр, паян çаврăнса çуна юр пекех. N. Сасартăках пĕр ушкăн вĕлле хурчĕ вĕçсе пынă та, ун тĕлĕнче çаврăнса тăра пуçланă. Альш. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине: тир хуранĕ вĕрет çаврăнса. Вĕрет, вĕрет, çавăрăнаймаст, ман кăмăлăм сиртен тăранаймаст. || Кружиться (о голове). НТЧ. Вăл çапла, çиес килет тесе чарăнсанах, манăн пуç çавăрăнса кайрĕ (закружилась). Курм. Шывра çапла шухăшласа тăнă çĕртрех пуç çаврăнса килчĕ те, весерле кайрăм-ӳкрĕм. Баран. 56. Аялалла сирпĕнсе аннă чух ик-виç хут вĕл-вĕл çаврăнса илнĕ те, лаши-мĕнĕпе вĕçлĕ чул çине пырса çапăннă. Кĕвĕсем. Пĕр çырмасăр шурă хут варланмас, пĕр шухăшсăр çамрăк пуç çаврăнмас. || Свертываться. Çутт. 68. Чĕрĕпсем хăранипе иккĕш те йăпăр-йăпăр çăмха пек çавăрнса выртрĕç. || Объехать, обойти. НТЧ. Чĕнсе çавăрăнсассăн, киле тавăрăнать. Когда объедет всех с приглашениями, возвращается домой. N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрăнтăм. Ага 70°. † Утлан утланасса, ай, сар утна, çаврăн Хусанах та хулине. М. Сунч. Вара пур юмăçсем пухăнса ял тавра хĕрсене сухаласа çаврăнма хушрĕç. С. Айб. † Кĕçнерникун çунă юр çинче йĕс таханлă ут йĕрри пур. Йĕс таханлă ут йĕррине йĕрлесе, çеçен хирте виççĕ çаврăнтăм. N. Пĕре йăвăç (или: пӳрт и пр.) тавралла çавăрнтăм. Я обошел раз вокруг дерева (или: дома и пр.). || Сделать круг. Изамб. Т. Йĕкĕт тепĕрре çавăрăнчĕ те (на пашне), ашшĕпе пĕрле апат çиме ларчĕç. || Ворочаться (о лежачем). Рак. † Хамăр савнă туссем те ăсăма килсен, кĕске çĕре виççе те халь çаврăнатпăр. || Кружиться (о суводи). N. † Наратла çырми — çич çырма, çич çырмара çич кукăр, пĕрех кукăр çавăрнать. Кан. Хăвăртрах çавăрăнакан кукăрсенче, пур çĕртепе пĕрех, шыв тăрать. || Развеваться. Альш. † Ман пуçăмра хрансус явлăк уйăхран çӳле çаврăнтăр. || Окружать. Шемшер. † Хора порçăн пиçиххи пилĕк тавра çавăрнать: воник çыххи — ал çыххи, аллăм тавра çавăрнать. || Катиться. С. Дув. † Хура вăрман виттĕр тухнă чух, çавра çĕлĕк юлчĕ çаврăнса. Трхбл. Шăл урайне, тантăш, тасарах, кĕленче çăмарта çаврăнтăр. || Размахиваться. Буин. † Çаврăнайса утă, ай, çулмашкăн çави аври вĕрене пулинччĕ (вар. çави аври кирлĕ вĕрене). || Обращаться. Собр. † Вĕрене курка сарă курка нумай çаврăнчĕ аллăмра. || Быть около (кого), вращаться. Изамб. Т. † Пĕчĕках та пĕвĕм, çамрăк чĕрем, çаврăнайинччĕ сирĕн умăрта. || Возвращаться периодически. Рак. † Атте-анне килĕнче (вар. килне) хăна пулар (вар. пулар-а), уйăхпала (вар.-палан) хĕвел пек çаврăнса. Хурамал. † Эпир вылясси-куласси çулталăкра çавăрнать (возвращается через год). Альш. † Пятам, пянам килне хăна пулăр, уйăхпала хĕвел пек çаврăнса. || Приходить обратно, возвращаться. Альш. Ĕмĕр пулсан, çаврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. N. Хĕвел епле çаврăнат, эс те çавăн пек киле çаврăн. N. Çак çăкăра çиме тепĕр хут темиçе патша (= патшалăх) урлă, аслă шывсем урлă çаврăнса килсе çимелле ту. Эй сĕт кăкăри, пилле! теççĕ те, вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ, пилле, çавăр! тесе чуптуса илет. (Салтак ăсатни). Б. Яныши. Пăртак тăхтасан, çомăр каллях çавăрăнса пирĕн çиялла пура (= пыра) пуçларĕ. || Вернуться домой (напр., из похода). || Приходить, наступать (о времени). Толст. Чăнах та çав вăхăт çавăрăнса çитнĕ. || Обвиваться. Альш. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чуне тĕрлĕ курăка çавăрăнат. Ib. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăкпа çаврăнат. || Превращаться. N. Ăна сут тунă чух, вăл айăпланса тухтăр, унăн кĕлли çылăха çавăрăнтăр. N. Çĕр çинчи чечек çынна çавăрăнĕ. N. Шыв юна çаврăннă. || Переходить (во что). Юрк. Тытăннă калле тутара çаврăнма (переходить в татары). Баран. 165. Çурçĕр енелле кайнă çемĕн сăрт тинĕсленсе пырать, тӳрем çĕре çаврăнать. Ib. 100. Чипер пăхса ӳстере-ӳстере, начар йăхах авана çаврăнса пырать. || Уходить обратно. Панклеи. Пĕр опи çавăрнса карĕ (ушел обратно). N. † Туйăма курма килнĕ тăшманăм çаврăна туха кайтăр-и? Хир-б. Мирон шарламарĕ, эпĕ шутларăм: ку çавăрăнса каять пулĕ, терĕм (я подумал, что...). || Перемениться. N. Çанталăк сивĕрен улшăнса ăшă енне (çур енне) çаврăнса пырат. N. Тĕнче çаврăнат çав вăл. Времена переменчивы. || Итти окольною дорогою. Альш. Çула хиртен каяççĕ, типĕ çулпа çавăрăнса. Ib. Эсĕ çавăрăнса-çавăрăнса кай (кружным путем). N. Çав çын трахтир паччĕн, арман паччĕн çавăрăнса çитеччен, лешĕ ун валли пӳрт тутарнă, лаша, ĕне, сурăх, качака илсе панă. N. Леш тĕл пулнă çын каллех таçтан çавăрăнса ун умне тухрĕ, тет. || Расположиться, стать благосклонным. Юрк. † Ютран тунă тус час çавăрăнмас (не скоро расположить его к себе). N. Чуптумасăр хĕр çаврăнмĕ. Микушк. † Сирĕн кăмăлăрсем пит пысăк, вунă сăмах каласа çаврăнас çук. Тим. † Пирĕн савнă туссенĕн кăмăлĕ пысăк, курса калаçмасан çаврăнмас. Пазух. Çумăр çăвать — йĕпетет, хĕвел пăхать — типĕтет; пиртен тантăш сивĕнет, кайран хăех çаврăнать. Тайба-Т. † Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, çавăрăнат-ĕçке çыру майĕпе; пирĕнпе те тантăш, ачасем çаврăнат-ĕçке уллах майĕпе. || Поддаваться уговорам, соглашаться. Ильмово. Вара каччи çаврăнать те, хĕрне курасшăн пулать. Потом жених соглашается и высказывает желание повидать невесту. Альш. Çавăрăнĕ-ха çапла тусан, капла тусан. || Увлечься. N. Во час çавăрнать. Её легко увлечь. || Перестать сердиться. Шибач. Эп никçан та çавăрăнмастăп (не откладываю гнева, не перестану гневаться, сердиться). Кан. Кашкăр çилли çавăрăнман, çавăрăнма та шутламан. Ib. Неушлĕ, ниепле те çавăрăнмĕ (не простит)?... Хамăрăн вĕт... Чем люди живы. Çавăнтах ун çилли çаврăннă. ЙФН. Ват çын сăмахĕ час çавăрнмасть. (Может значить: 1) не ясно говорит, 2) не скоро проходит гнев). Синьял. † Эп савнинчен сивĕнтĕм, калла çавăрнать ан тийĕр (т. е. мое расположение не вернется). || Быть красноречивым (о речи). Альш. Авă, эсĕ ватă çын ватă çынах: санăн чĕлхӳ-çăвару çавăрнать мĕн каласне, епле каласне (т. е. ты знаешь наговоры). N. Чăваш юрри вырăнне çавăрăнман чĕлхе-çăварпа вырăсла юрлаççĕ. || Выводить мотивы. Çатра-Марка. † Симĕс пĕкĕ авăнмаç, çамрăк кăккăр çавăрнмаç (юрлаймасть). КС. † Юрла пĕлмен кăккăр çаврăнмĕ (грудь не выведет мелодий). Ib. Кĕсле çавăрнмасть, кĕвĕ лайăх тухмасть (не точно производится мотив). Юрк. † Симĕс пĕкĕ авăнмĕ, турти çумне çыпçăнмĕ; пирĕн çамрăк кăкăр çаврăнмĕ, ватă çумне çыпçăнмĕ. N. † Мĕн çамрăкран хуйхă курнăран, çавăнпа кăкăр çаврăнмас. Ск. и пред. чув. 26. Манăн кăкăр çавăрăнмасть, пысăк хуйхă курнăран. || Навиваться, виться. Юрк. † Пирĕн хирĕн варринче çаврăнса ӳсет пĕр тулă. Ib. Унăн кăтрисем çаврăнса ӳснĕ, явăнса ӳкнĕ. || Строиться. Микушк. Эпир кĕнĕ кил-карти, эпир тепре киличчен, хула пулса çаврăнтăр. (Такмак). || Переходить на чью сторону (метаф.). Юрк. Аптăранă енне, халтан кайнăскерсем, тытăннă лешсем енне çаврăнма (они). || Побывать. Альш. Ан хĕс куçна, хамах пĕлеп, çаврăнăп-ха каçпарах. || Пребывать. Микушк. † Эпир ларнă вырăна хĕрт-сорт ларса çаврăнтăр. (Такмак). Собр. Пĕчикçеççĕ, çап-çаврака, пӳртрен пӳрте кĕрсе çӳрет, нихçан та çаврăнса тухаймас. || Заниматься. N. Çу хута терлĕ-тĕрлĕ ĕçпе çаврăнса пурăнса эпĕ, Петр Алекçейĕвичран урăх нимĕн çинчен те ыйтса пĕлеймерĕм. || Удосуживаться. Тим. † Çырла пиçтĕр аллăм çаврăначчен (пока я удосужусь). || Накопляться (о делах). Альш. Праçник тесен те вăл хăйĕн ĕçĕ çавăрăнса килекен тĕлте, е пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе тытăннă чух, пулан праçнике кăна калат, е пĕр-пĕр тĕлтен пурăннă пурăнăçра пĕлме кирлине кăна астăват. || Беспокоиться. Чураль-к. † Чун савнине курмасассăн ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. Хамăра тохса кайнине шотласан, питĕ ăшчик çавăрнать. Абаш. † Калла-малла шотласан, ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. † Ай-хай çамрăк пуçăм, айван ăсăм, çавăрнат-çке шухăш майĕпе. N. † Шукăшла-шукăшла ларсассăн, шукĕшĕ майпе пуç çавăрнать. || Употреб. в качестве вспомог. гл. Çутт. 143. Шăшисем хуппине йĕри-тавра кăшласа çавăрăннă. Абыз. Качча тухакан хĕр каларĕ, тит: атте, эп пĕрер курка парса çавăрнам-ха, тит.

çан

то же, что çиеп, ем. Якейк. Шорк. Çап, çатăп — ем; эсĕ çан, çатăн — ты ешь; вăл çать, он ест: эпĕр çаппăр, мы едим; эсĕр çаттăр, вы едите; вĕсем çаççĕ, они едят.

çап

частица образования превосходной степени от прилаг. и наречий.

çап-çамрăк

очень молодой. Дик. леб. 51. Ун умĕнчи вун-пĕр акăшран ытарма çук илемлĕ, çап-çамрăк вунпĕр çын (одиннадцать молодцов), патша ывăлĕсем, пулса тăраççĕ. N. Тĕсне пăхсан вăл çап-çамрăк. По внешности он совсем молодым кажется.

çап-çара

совершенно голый. N. Унăн пуçĕ çап-çара, вăл çӳçне хыртарса янă. N. Мана пĕр пилĕк тенкĕ пар-ха, ытла çап-çарах, ан пăрах. || Исключительно. Конст. чăв. Эпĕ вăсен умĕнче çап-çара чăвашла калаçрăм. N. Ют ялсене (о чужой деревне) ыйтсассăн, хăш пĕлейменнисене çап-çара суеçтертĕм. || Совсем. СПВВ. Х. Çап-çара ывăннă. N. Çап-çара начарланса карăм. Я совсем исхудал. || Все, целиком. N. Эпĕ тара пама çырса ятăм анисене, вăл хăй юмах(х)ипе: çап-çара акап, тет. N. Çап-çарах ан яр, тăварлă полĕ. Все не клади, пересолишь.

çап-çарамас

совершенно голый, нагой. Ст. Чек. N. „Çап-çарамас“ не то, что „çара-пакартан“.

çап-çутă

очень светлый, блестящий; очень светло. Сред. Юм. Янорс. Пĕлĕт çине çап-çута ӳкнĕ, эп вара: Хыр-касси пуль-и, Чирĕклĕ Патăрьел пуль-и? терĕм. ТХКА 18. Кĕпе çине çап-çутă ӳкнĕ хĕвел çутти. N. Ял таврашсенче çап-çутă шыв выртать. КС. Çавăн хĕрĕ çап-çутă питлĕ-куçлă. М.-Чолл. Çав, çап-çутăскер, ылтăм улмаççи çине ларчĕ те, улмалне çиять. Ib. Сасартăк хĕвел тухăç енчен çап çутатса (вм. çап-çутă çутатса) темскер килет. N. Иван çăвăннипе çап-çутă пулнă, илемленсе кайнă. || Голый, пустой. Капк. Ампарĕпе сарайне сутса янă, йăпăлтах тăрса юлнă çап-çутах. Альш. Акă ирхине патша ăйрине тухса пăхат, тет. Патшан вити çап-çутă (конюшня была пуста), тет (= ăйрине вăрласа кайна. Из сказки).

çап

то же, что çапă, хворост.

çап

(с’ап), бить, хлестать, ударить. Орау. Ăна пуçĕнчен çапрĕ-ячĕ (неожиданно). N. Эпĕ пушипе çĕре çапрăм, çĕр мана сĕлĕ пачĕ. N. Ачасана ытла çапса ухмаха ан кăлар. ТХКА 84. Чăнах та, эпĕ ытти кĕтӳçсем пек мар, выльăха нихçан та çапса амантман. Шемшер. † Ах атте те, ах анне, эпĕ тохса кайсассăн, ик аллуна шарт çапăн! (Хĕр йĕрри). КС. Кĕпене тукмакпа или валекпе çапаççĕ. N. Юпине лартсан, ун пуçĕ тӳпине пĕр укçа пуртăпа çапса кӳртсе лартаççĕ. Полтава 18. Ашшĕ-амăш ачана хĕрхенмесĕр хĕнесе çапла çапса ăс парать. Янтик. Эсĕ мĕншĕн çапрăн мана? Ib. Атте хытă çапрĕ мана пуçран! Ib. Çурăмĕнчен çапрăм. N. Хăмсараччен çапса ил. (Послов.?). Сред. Юм. Çапу-тăву полмарĕ-и? Не было ли побоев? Якейк. Эп вăрманпа пынă чух йăвăç торачĕсем пите-куçа çапса пĕтерчĕç. Ст. Чек. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса, темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. М. Тув. † Çĕр тенкĕлĕх лашине çапса чупми турăмар. Чотай. † Çакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса отми турăмăр (т. е. сделали такою, что она не едет даже, если ее бить кнутом). Пазух. Хире тухрăм çӳреме, хура çĕленсене çапса илтĕм. N. Çав Хурамал ачисем тульккĕ килччĕр ку касса, пуçне çапса çурăпăр. Якейк. Эпĕр паян пилĕкĕн пир çапрăмăр. Ib. Каç полттипа ялта пир çапнă сасă анчах илтĕнет. Кан. Çавăнтах пичĕпе сивĕ юр çине килсе çапат (ударяет). || Бить, пороть. Кн. для чт. 61. Акçонăва çапма сутит тунă. Вара йывăр ĕçе, „каторжный работана“, ямалла тунă. Регули 248. Ĕçлеменшĕн çапрăм. Ib. 165. Вăрă тунăшăн çапрĕç. N. Мулкачă та пире таптать, çил те пире çапать. Чем люди живы. Тапранса тухат çил, Çимун кĕпи виттĕрех çапать. Баран. 70. Ун чух парăссăр та карапа çил хытă çапать, унталла-кунталла ывăтса ярать. Ib. 94. Халех çил-тăвăл тухас пек, сиввĕн-сиввĕн çапать. Чув. пр. о пог. 126. Çил çĕре пит хыттăн çапса вĕрсен, çăмăр пулать. Если ветер очень сильно ударяет о земь, будет дождь. Ib. 83. Çил çук чухне тĕтĕм çĕре çапсассăн, çулла — çăмăр, хĕлле юр пулать. Дым без ветра бьет к земле: летом — к дождю, зимою — к снегу. Орау. Çапса çăвакан çăмăр (дождь с ветром) тухĕ те, пĕтĕмпе сирпĕтсе, йĕпетсе пĕтерĕ. КС. Çапса çăвакан çумăр (бьющий с ветром) тырра ӳкерет. Бигильд. † Çĕн пӳрт çине хăма витнĕ çăмăр çапса çăвасран. N. † Çĕн пӳрт тăрне хăма витрĕм (вар. ампар тăрне хăма витнĕ) çапса çăмăр çăвасран. || Бить (о граде). N. Новосельский уясра пăр çапса кайнă (побило градом). || Пронизывать. N. Çурçĕр енчен сивĕ çапать (проходит, заставляет чувствовать). КС. Çурăма сивĕ çапрĕ, спина прозябла. || Выжимать (масло). N. Йывăç-çу çап. Трхбл. Кантăр çăвĕ çаптарса килтĕм. Ib. Çу çапакан арман, маслобойка. || Ударить (о молнии). Изамб. Т. Ун чухне Сарьел меçĕтне çапнă (молния), тет. Янгильд. Вăрман пĕтнĕ çемĕн арçури пĕте пуçланă, е аçа çапса пăрахнă, теççĕ. || Забивать, вбивать. N. Юпа çумне çап, прибить к столбу (доску). Тимяшево. Халăх çапса хĕснĕ пек пухăнчĕ. N. Çынсем çулăн икĕ аяккипе, çапса хĕснĕ пек, ĕречĕ-ĕречĕпе танă. N. Çапса çыпăçтар (хăмана). || Прилепить, приклеить. Ст. Шаймурз. Ку ача кĕпер хĕррине çыру çырса çапнă. || Покрывать (чем), прибивать. N. Малтан тупăк ăшне те, тупăк виттине те пир çапаççĕ. Якейк. † Пирĕн хăта пит лайăх, толне тоттăр çапнă пак, ăшне порçăн тортнă пак. || Взмахнуть (крыльями). N. Çунаттипе пĕрре çапрĕ те (взмахнула), вĕçсе карĕ. Ала 66. Çунатне çапать шыв çине (гуси). Лашм. † Çарăмсам çинче ула хур, çунатсене çапать шыв çине. || Молотить. N. Хĕрарăмсем вăл вăхăтра ахаль лармаççĕ, вăсам кантăр татаççĕ те, кантăр çапса шăва хутаççĕ. Якейк. Кантăр çапрăмăр; эпĕр ыран йĕтĕн çапас тетпĕр. Пшкрт: ан с'аβас, молотить. Ib. ан с'апры̆м, молотил. N. Ларакан капансене çапни çук-и? çапман пусан, сĕллине çапчăр, ырашĕ лартăр. Альш. † Ырă тетеçĕм, тете, çапăр илĕр ырашне, сутăр ярăр улăмне. Магн. М. 102. Çерçи кантăр çапмантан, чтобы воробьи не вредили конопле. Н. Карм. Икĕ пĕрчĕ пăрçана пĕтĕм хире çапса салатрăм. (Куç). || Положить с силой, бросить с силой. Альш. Пĕри çĕклет те, çапать ăна урапа çине. || Отразиться, падать (о ярком свете). Ядр. Шăрçа çутти çапнă. В. Олг. Инчетре вот пор, пĕлĕт çомне çутă çапрĕ. || Отпечататься, придавать цвет. В. Олг. Алă çомне корăк симĕсĕ çапрĕ. || Отойти и принять прежний вид. Пир. Ял. Юрпа е сивĕ шывпа лутăрканă хыççăн, ӳчĕ шăннине ирĕлтерсе чипер ӳт сăнĕ çапсан, çынна пăртак ăшăрах пӳлĕме илсе кĕртмелле. || Ударить (напр., о краске в лицо). ЧП. Кивĕ уйăхра тунă сăрисем, икĕ пите çапрĕ хĕрлисем. N. Хĕрӳ çапнипеле вут ăшĕнчен.., çĕлен тухрĕ. N. Çунакан япалан хăвачĕ çемĕн вут хĕрĕвĕ çапать. КС. Çурăма ăшă çаппăрĕ. Ударило тепло в спину. || О запахе. Йӳç. такăнт. 61. Çăвне лакăм шăрши çапнă (отзывается запахом посуды). В. Олг. Сĕт йӳçĕ, шăшлă вути йӳççи çапса. N. Остергундомский теекенни; ку сурт йӳçĕ кăшман хурми, питĕ вăрăм, шултра пулать; анчах, сăвакан ĕнене нумай çитерсен, сĕте йӳçĕ çапать; ăнса пулнă çул теçеттинара ку сурт пилĕк пин пăта яхăн пулать. ТХКА 38. Шурă ерĕм-армути йӳççи çапать вара кĕвĕçпе ман чĕрене. Баран. 41. Кăмпа шăрши... сăмсана ыррăн çапса тăрать. СТИК. Ахтар, санран сивĕ çапат (от тебя несет холодом), леррех кайса ларас пуль. Ib. Ай-ай, санран эрек пичĕкинчен çапнă пек çапат (от тебя несет водкой). Шибач. Вăл эреке пек çапат çăвара (йӳçĕ корăк). || Делать колеса. М. Шигаево. Пирĕн ялта çынсем хĕлле çона туваççĕ, çулла орапа çапаççĕ, пĕчик ачасем те хĕлле печик çона тăваççĕ, çула печик орапа çапаççĕ. Календ. 1904. Кусатăран-урапасем çапма вĕренес пулать. Кĕтĕк-вар. Орапă çап, урапа çап, делать колеса; но: орапа ту, делать колеса. || Ткать (куль, рогожу). N. Чăпта çап, ткать рогожу, куль. || Пройти сквозь, пробиться. Орау. Кĕрĕке нӳрĕк виттĕр çапнă. Изамб. Т. Витĕр çапмаллах ан сĕр (сапоги, салом). Толст. Кĕркунне кăткăсен туллине нӳр çапнă. N. Урана шыв çапрĕ (промочил ноги). Сред. Юм. Тар кĕпе виттĕр çапнă. Пот пробил сквозь рубашку. Пазух. Атăлах та урлă, ай, аллă хур, çуначĕсем витĕр те халь юн çапнă. Ай-хай, пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. ЧП. Çуначĕсем витĕр юн çапрĕ. || Чеканить. Кĕвĕсем. Ятăр кайнă, чапăр кайнă ылттăн-кĕмĕл çапакан хулана. КС. Укçа çапса пурăнчĕ. Работал фальшивые деньги. || Написать (в разете), печатать. Богдашк. Каçет çине çапмалли хыпар. || Формовать (кирпич). Микушк. † Сирĕн питĕр-куçăр пит илемлĕ, суккăр тутар çапнă кирпĕчĕ пек. || Стрелять. Сред. Юм. Пăшалпа çапса вĕлернĕ (застрелил). Кан. Пăшалсем çапма вĕрене пуçларĕç. N. Револьвĕрĕ çӳлелле çапса каят (выстреливает). || Погубить, поразить. ЧП. Тăшман ялне турă çаптăр. || Звонить (в колокол). Трхбл. Пĕррепе çап, звонить в один (колокол); пуринпе те çап, звонить во все (колокола). || Колоть, резать. N. Пĕр сысна илтĕм те, ăна çитертĕм: ыран çапас, тетĕп. Урмар. Унăн çапмалли сысна та-ха пиллĕк-улттă та пур. || Парить (в бане). N. Пит хытă кăна тарлаттарсан, милкĕсемпе çапсан, пăлтăра (в передбанник) илсе тохса тумлантара пуçлаççĕ. N. Милкĕпе çапса, çуса карчăка мунчаран кăларат. N. Куккăшĕ ăна милкĕпе çапрĕ (выпарил в бане). || Разбивать. Полтава 2. Б. Хмельницкий темиçе тапхăр поляксене çапа-çапа çĕмĕрнĕ (разбивал). || Украсть. || Зашибать, огребать, наживать. СТИК. Ай-яй укçана çапат иккен вăл! Здорово он деньгу зашибает. КС. Паян укçана çапрĕ вăл (нажил, выручил). Кан. Вăл тырăпа сутă туса укçа çапрĕ. Кан. Хамăр айăп ĕçленине кура, кутăн выртсах услама çапаççĕ. || Склоняться. Кан. Распуя çапма тытăнтăм. || Рассказывать (сказки). Собр. Халап çапса хапха тăррине улăхаймăн, йăмах ярса юман тăррине улăхаймăн, теççĕ. (Послов.). Шурăм-п. Тир Йăванĕ юмах çапа пуçларĕ. Çутт. 69. Хĕрарăмсем çăл кутĕнче халапа çапаççĕ. Ир. Сывл. 8. Сăмахĕсене, кăмăллисене, кирлĕ хушăра çапса пыратьчĕç. Хастарлăх ЗЗ. Юсас тесе тăрăшса, сăмах çапса пыратпăр. || Употребл. в качестве вспомог. гл. N. Ăна кăларса çапас пулат. Его надо вышвырнуть с должности? Альш. Пĕр-иккĕ çавăрса çапрĕ те, ăнран кайрăм. N. Анчах хресченсем, çумăр пырса çапнине, утта пур чухнех симĕсле пуçтараймаççĕ.

çапкала

учащ. ф. от гл. çап. Бес. чув. 2. Пĕрре Микулайăн ашшĕ çав лашана темĕншĕн пит хытă хĕненĕ: çурăмран, аяк пĕрчинчен пĕкĕпе хытă çапкаланă.

çаптар

понуд. ф, от гл. çап. || Заставить стучать. Сред. Юм. Пôкан çаптарать. (Удары при гадании стулом). || Заставить отбивать (косу). N. Хăшĕсем пĕлтĕр çулнă çавасене тимĕрçе илсе кайса çаптараççĕ. || Наметывать (копну). Собр. † Утмăл купа утăра йĕкĕр капан çаптартăмăр. || Бить, сечь (розгами, кнутои), пороть. N. Пĕр ачине карта урлă каçнă чух хуçи уринчен ярса тытнă та, туртса антарса çапма тапратрĕ. Çаптарсан-çаптарсан, ачана киле янă. Симб. Атте вара мана çаптарма чарăнчĕ. Б. Яныши. Апи мана çаптарни. N. Çынсем ытла вĕрипе сивĕ шыва переççĕ, ачисем час кӳрсе килмесен, кайран çаптарса та илеççĕ (бьют). Ск. и пред. чув. 34. Тепĕре ури тупанне пĕççи айĕн çаптарса шатлаттарса илет те. N. Атте мана тата хытăрах çаптарчĕ (еще сильнее). Чăв. й. пур. 24°. Клавасем пырса пит хытă çаптарнă. Янтик. Çавăн матки паян ачине хытă çаптарчĕ. Скотолеч. З. Пушăпа çаптар (но тут же çап). ЧС. Вĕрентен тытса тăракан çыннисем луçа çавăта пуçларĕç, пĕри хыçалтан хулăпа çаптара пуçларĕ. БАБ. Амăшсем пит хытă тытса çаптараççĕ. || Бить масло (на маслобойке). Эпир çур. çĕршыв 28. Тата уйрăм кĕрпе çурмали арман пур, çу çаптармалли машшин пур. Пир. Ял. Пурте Çăл-пуçне çу çаптарма килеççĕ. || Парить (в бане). Орау. (Мулчара) Хветĕре çаптарсан, çан-çурăм канлĕ пулаканччĕ. || Набивать, запрашивать цену. N. Теçеттинине мĕн хакпа илетĕр? — тетĕп. Вунтăватшар тенке çаптарать. Ăçта кайса кĕрес тетĕн, илес пулать, тет. || Околачиваться. Янтик. Айта, çаптарса çӳрер-ха урам тăрăх. Ib. Наччас çаптарса килтĕм Иван патне. Ib. Ну паян кунĕпе çаптарса çӳрерĕмĕр хулара (погуляли весело, геройски, без всяких стеснений). || Придать ткани окраскою пестрый цвет. КС. || Сняться (в фотографии). К.-Кушки. Патрет (-рэт) çаптарса яр (карттăчкă çаптарса яр). Снимись и пришли портреть (карточку). N. Хам кĕлеткене çаптарса яратăп. || Обивать (чем). М.Тув. † Пирĕн Тумкă хула пек: тулне тутăр çаптарнă, ăшне ылтăн кустарнă, çулне чукун сартарнă. || Валять. Альш. Шап-шурă çăмран кăçатă эп çаптартăм. Ib. † Хура çĕленĕн тирне сӳсе илсе йĕпкĕн хура шĕлепке çаптартăм. С. Дув. † Хура çĕлен тирĕнчен хура шĕлепке çаптартăм. || Говорить смело, сказывать. Ст. Чек. Тутарпа вăл тутарла çаптарат, ирçепе ирçелле. Кан. Унтри çак сăмахсене çаптарнă пирки, ялсовет членне кĕме тивĕçлĕ çын мар. Ск. и пред. чув. 81. Хушăлкасен мăн-кĕрӳ, хăй такмакне вăл калать, хăй аллинчи сăрана тăка-тăка çаптарать. Слакбаш. Сăмах ункайĕпе çаптарат (или: çаптарса хурат). Задевает в речи попутно, проезжается (на чей-либо счет). Шурăм-п. Юмах та аван çаптарать (сказки сказывает). || Неосновательно возражать. N. Хăшин çинчен тӳрех: ним ĕмĕтленмелли те çукскер, тесе, çаптарса хунă. N. Сан пеккисемпе эпĕ калаçмастăп та! Тесе çаптарса хучĕ юлашкинчен. || Держать чью-либо сторону, стоять на стороне кого-либо. Тайба-Т. Хăй майлă çаптарат. Делает так, как ему выгодно. Кан. Пуянсем майлă çаптарма тытăннă. || Пропечатать, продернуть. Кан. Сан çинчен (о тебе) хаçат çине çаптарап. N. Тата каçет çине çаптарĕç. || Телеграфировать. N. Юпа тăрăнчипе çаптарса ярăр: ашшĕ сывмар, тесе. Трхбл. Телеграм çаптарас, подать телеграмму.

çаптарттар

вдвойне понуд. ф. от гл. çап. ЧС. Платнике тупăк тутарттарса, унăн ăшне пирпе çаптарттарчĕç. КС. Ашшĕ ывăльне итлеменшĕн кантурта çаптарттарчĕ (велел высечь). Абаш. Авăн çаптарттар, нанять молотить (но самому не помогать).

çап

отсюда: çап-йывăççи.

çап-йывăççи

молотило, молотильный цеп. Рак. Сенки малта, çап-йывăççи вăта çĕрĕнче, пăлтăрĕ хыçалта. (Ĕне). Т. II. Загадки. Кучĕ çăка, вăта çĕрри вăкăр, пуçĕ юман. (Çап-йăвăççи).

çап-юççи вулли

рукоять цепа. КС. Çап-юççи вулли (вули), тăпачă, чĕнĕ, шăтăкĕ (чĕнни виттĕр кăларма).

çапуççи

(с'абусси), молотильный цеп. [Из çапă+йывăççи, çапă (удар) — отглагольное существительное от çап, употребленное в слове çапуççи в усеченной форме. Аналогичные отглагольные образования: кулă — смех, вилĕ — мертвец, курă — зрелище, утă — шаг, походка, чупă — бег и т. д.]. Абыз. Шибач. Çапоççи. Чертаг. Çапуççи — 1) цеп, 2) рукоять цепа, кадочка, цепник.

çапă

то же что çап. ТХКА. Çапă-çутă пакун.

çапă

(с'абы̆), хворост, мелкие сучья, хворостина. М. Етмен. Çапă — только что срубленный тальник или ивняк; хворост с сучками, даже сухой; может быть и не сухим, напр., для изгороди. Çапă никогда не бывает облупленным и может быть с листьями. Тет. Çапă турттарса таврăнат. Якейк. Вăрмантан чĕр йăвăç тораттисене тяса (= тиесе) кисен: çапă тортарса килчĕ, теççĕ. Шел. 82. Хăшĕ вĕренпе, хăшĕ çапăпа капан тумашкăн утă турттарат. N. Хыçалтан ăмăшĕ çапăпа хăваласа пырать. Н. Якушк. † Вăрман витĕр тухнă чух урана çапă çакланчĕ. ЧП. Хурăн çаппи, мелкие сучья от березы (отдельные). Изамб. Т. Пĕр çыхă хурăн çаппи. Ib. Пӳркенчĕк илме виç юплă çапă вĕçлетсе хураççĕ. В. Олг. Хушă çаппине касса пăрахат, а хушне йопа çомне çыхат. || В перен. смысле — скелет. N. Ĕни — çаппи кăна, çаралкаласа пĕтнĕ. См. çап.

çаппа

частица образов. формы превосх. от некоторых прилаг., начинающихся на çа; употребляется вм. çап.

çат

(с'ат), подр. звуку хлопанья, звонкого удара. П. Патт. 16. Ыттисем вара кула-кула ал çупа пуçларĕç: çат! çат! çат! тутараççĕ. КС. Пĕççине çат çапа-тăра юлчĕ (или: шарт çапа, во время удивления). Якейк. Мана ати питрен çат! тутарса ячĕ. Ман ыратнипа кушшуль шăпăр-шăпăр йохса анчĕ. Ib. Хытă хотпа алăран çапсан, çат! тăвать. N. Çат та çат! тутараççĕ. Хлопают ладонью по голой голове. Ачач 59. Астумасăр Саньккан шурă тутăрлă пуç тӳпине йĕпе чăмаккипе çат! лектерчĕç. Тет. Хайхи тенкел (скамья для катанья) пуçĕ çĕкленчĕ те, мана тутаран çат! тутарчĕ. СТИК. Кантăра тылласан-тылласан, тата тылă çумне çат! çат! çапса хухнне тăкаççĕ. ТХКА 43. Тьыха нимпе те чарăнмасть. Шĕшкĕсем хама çат та çат! лекеççĕ. Сред. Юм. Пысăкрах хомсĕм лотка çомне çат, çат! туса пырса çапнаççĕ. Малт. шк. вĕр. физ. 105. Вăл вăхăтрах çат! тени илтĕнет. Собр. Çар çине çат, çат, çат! (Кĕпе çапни). Альш. Лашине çат тутарать (ударяет по лошади). Толст. Хуçа лашине пушăпа çат! тутарчĕ, тет. N. Вăрр, вăрр, вăрр, вăрр! çаврас пулать те, çат! тутарас пулать стена çумне (часы). || Подр. треску при раскалывании доски. Сред. Юм. Хăма çат! туса çорлать. || Подр. лопанью стеклянной посуды. Орау. Вĕри шыв ятăм та, стакканĕ çат! анчах турĕ (треснул). || Подр. звуку при падении. Якейк. Йăвăç тăрăнчен çĕре çат анчах персе анчĕ (о человеке). N. Ыйтсан-ыйтсан (когда отец просил), хĕрĕ çĕрне çат тутарса çĕре пăрахрĕ, тет. || Подр. быстрому появлению электрического света. Малт. шк. вĕр. физ. 107. Ӳтрен çат! туса хĕлхем (каçпа) тухать, вăл вăхăтрах электричĕствă тухнă тĕлтен тем тивнĕ пек ыратни сисĕнет. || Подр. плотному прикладыванию. Нюш-к. Пĕренесене пĕр-пĕрин çумне çат хурса тухнă (плотно). Альш. Кĕпе çан-çурăм çумне çап çыпçăнса тăрать (тарласассăн). О сохр. здор. Çав пирсем пит çӳхе, çип пĕрчисем пит çат выртаççĕ. Толст. Ман çийĕмри кĕпе-йĕм йĕп-йĕпе пулнă, ӳт çумне çат çыпçăнать. || С усилительной частицей ах(ех) — плотно. Орау. Луткана тĕп лартма малтан шӳтерсе сарăлтараççĕ те, тĕпне лартсан, каллех типĕтеççĕ, унтан вара çарти тĕпне çатах хĕссе хурать. N. Çатах çыпçăнса тăраççĕ (плотно). || Упорно. N. Çатах ман çине кăтартса тăрать (напр., свидетель упорно на меня показывает). || Дочиста. Рук. календ. 1908. Сĕте çилĕре çатах пĕтичченех сăвас пулать!

çатăртат

(-дат), трещать. КС. N. Пăшал сасси çап хуçнă пек çатăртатса анчах тăрать. КС. Чăрăш хăййи çатăртатса çунать (горит с треском). Кан. Тытăнчĕ мĕкĕрсе кĕрлеме, тытăнчĕ кашласа кĕмсĕртетме, тытăнчĕ çатăртатса шапăртатма. Собр. Чăкăртать те хăпартать, çатан карта çатăртатать. Орау. Насусĕ лайăх пулмалла, пит хытă çатăртатать. Якейк. Пошарта насвос пыршинчен тохнă шу сасси çатăртатни итла та хытă илтĕнет. Кан. Çтенасем çурăлни, штукатуркăсем сирпĕнни çатартатса тăрать. Сунт. Ун айĕнчи çатрака пек çатăртатакан хăмăллă кĕлтесем хуçăлса юлчĕç. Сред. Юм. Çатăртатса ларать: ӳсеймен йывăçа калаççĕ. Ib. Пит хĕру кон вырнă тырă пуçĕ çатăртатса типет. Сжатые в очень жаркий день колосья сохнут, издавая особый треск. || Шипеть (при кисленье). Сред. Юм. Тôрăх хай тĕллĕн çатăртатса юçсе ларать. || Шипеть (о масле). Сред. Юм. Икерчĕ пĕçернĕ чôхне çатма тĕпне çу çĕрсен, çатăртатать. || Скрипеть. Сред. Юм. Пысăк перôпа хôт çине çырсан, перо çатăртатса çырать. || Шелестеть (о шелке). См. шаль. || Свербить, зудить. Сред. Юм. Ăшă шатри, тарласан, çатăртатса ыратать. КС. Тар (пот) кĕрсен, куç çатăртатать („ест“). || Вспылить, наговорить сгоряча, рассердиться. Орау. Ярмушки ĕлĕк, кăшт кулмалларах самах каласанах, ятлаçса, çатăртатса каятьчĕ. Ib. Çук япалашăнах çатăртатса каять, пулать те кам этем? (сердится). Сред. Юм. Эсĕ ôн сăмахне ан пăх, олă пôшачи хăй тĕллĕн çатăртатса çӳретĕр.

çатма çулĕ

назв. дороги в сказке. Альш. Уйăх çути çап-çутă, çатма çулĕ тап-такăр. (Лăпăр).

çи

(с’и), верх, поверхность. ЧП. Çӳлĕ ту çийĕсем кăлканлă. Хурамал. † Аслă улăх çийĕ сарă хăмăшлăх, сарă хăмăшсем çийĕ сарă-кайăк. N. † Хапха юпи — хырă юпа, пĕр хĕвелсĕр йăлтăртатат; ют ялсенĕн ачисене курсан çийĕм чĕтĕрет. (Хĕр йĕрри). Юрк. † Кӳлмешкĕн пар ут пулинччĕ, çуни çийĕ виттк пулинччĕ. Г. А. Отрыв. † Çийĕм тулли кăвак сăхман, çурхи çăнтан тунăскер. Пазух. Леш айккинче выртать-çке пăлан пăруш, курмастăр-им, çийĕсем пасарнă. || Часто встреч. в сложении. ТХКА 55. Сирĕн ялсем вăрманран тӳрĕ вĕренесене, хурамасене, туйрасене касса, урапа çисем (= çийĕсем) тăваççĕ. || Одеяние, одежда. N. Чăн малтан пур çын та, пур халăх та, тутă пулма, çи питĕрме (тумланма), авантарах пӳртре пурăнма тарăшать. БАБ. Çи те пулмасан, пыр та пулмасан, çырлана анчах кайăттăм, тесе каларĕ, тет, ĕлĕк пĕри. (Поговорка). Пухтел. Çишĕн, ради одежды. Тим. † Йăмăк кĕпине тăхăнсан, кĕрӳ кăмăлĕ уçăлчĕ, хурри çийĕ шуралчĕ, çĕтĕк çийĕ питĕрĕнчĕ. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ умăр çутă та, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. || Часто употребляется в значенин послелога, переводимого по-русски предлогами на, над. N. Çия çĕнĕ кĕрĕк тăхăнсан. N. Кам пирĕн çира урипе çӳлелле. (Шăна). N. Çире пĕр типĕ вырăн та юлмарĕ. На нас не осталось сухого места. Альш. † Мăкăр-мăкăр çын сăмах, пирĕн çирĕн мар-ши çав. Шурăм-п. Хĕвел пăхать шăратса; çиран тар шăпăр-шăпăр юхать. Альш. Хăнасем килнĕ тумланса. Хĕп-хĕрлĕ те çап-çутă çире. N. Тахăнса яратпăр йĕпелех: çире типет. Н. Сунар. Ма çийăма шу сапрăн. КС. Сăхманна çийăнтан пăрахмасăр çӳретĕн. N. † Çийĕмĕрте шур кĕпе, арки вăр-вăр тăвать-çке. N. Çийĕнтен тар юхаччен ĕçлетĕн. Орау. Ман çия ан вырт эсĕ. N. Ман çира (надо мною) йĕкел ӳкрĕ. N. Пăшал етрисем (пули) хамăр çирен (над нами) уласа ирте-ирте каяççĕ. Регули 1119. Ман çиран мăн çын (ватă çын) каçса кайрĕ. Михайлов. † Урам хушшинчи ват çăки, пур ял кайĕк ун çинче, яла тухрăм — ман çире, пур усал сăмах ман çире, мана çиман çынĕ çук. Шорп-к. Малтан, тохсанах, çил те пирĕн çиялахчĕ (= çиеллехчĕ), кайран яла орлă çавăрнчĕ те, пирĕн паталла пыримарĕ. Янтик. Ун çийĕнче пур. Она беременна. Н. Сунар. Вăл çăла (источнику) каланă: лайăх юхса кай, санăн çина (= çине) çӳпĕ-çапă ан ӳктĕр, тенĕ, тет. Ст. Чек. Ылттăн кашта çийĕне (= çине) ылттăн арча илсе хур. Бес. чув. 9. Эсĕ, Микулай, ман çине питех ан çилен-ха; эпĕ ăна ахаль кăна. N. Çăварĕсене пĕлĕт çинех янă. N. Эсĕ ман çине ан кӳрен. N. Чыстă çĕнĕ атă çинех те подмётка çаптаратпăр. Рак. † Хура вăрман çине пас тытнă. Толст. Унччен те пулмасть, суккăрри йăран çине такăнса та ӳкрĕ, тет. Никит. Тĕттĕм ял çине хупласа илме пуçларĕ. Деревня стала покрываться мраком. Кан. Сунт. Пăкă çине çапнă тимĕр пăта та тухса ӳкет. М.-Чолл. Улăх ман çине (= çие). Влезь на меня. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (я задумался о доме). N. Çӳлĕ тăв çине эпĕ хăпартăм, çăмăр шывĕ çине эп ярăнтăм. К.-Кушки. Унтан Манкăлтăкне михĕ çине вырттарнă та, Атăл хĕрне илсе кайнă. Альш. Тăранттас çине улăхса лартăмăр. Истор. Ачасем, яланах чăн малтан тăшмансем çине хăвăр кĕрĕр. Якейк. Эп сана алăк çине çыртарттарăп (дам писать). Кан. Кашни тавар çине хакне кăтартса хут çыпăçтарса хумалла. Сенг. Ана çине çитрĕмĕр те (пришли на загон), выра пуçларăмăр. N. Кайсан-кайсан, çитрĕç пĕр кĕпер çине (пришли на мост). Б. Яныши. Мана юман çине веххă тытса тăрма хушса хăварчĕç. Меня оставили на дубе, велев держать веху (вешку). Малды-Кукшум. Тарсассăн, вăрмана çитсен, вăсам пит лайăх курăк çине çитрĕç (пришли на место с очень хорошею травою), тет. N. Çаран çине (на луга) çитнĕ те, выртса çывăрнă. Чăв. й. пур. 20. Паттăр çине паттăр тата тупăнат. На богатыря найдется другой богатырь. Ск. и пред. чув. 14. Иртрĕç çимĕк вăййисем, тухрĕ халăх ут çине (на сенокос). Ib. 96. Сетнер амăш ахлатса сĕтел çине пуçтарчĕ. Кан. Хаçатсене улăмран тунă хут çине çапма пуçланă. Газеты стали печатать на бумаге из соломы. ТХКА 105. Шăла çыртса, мĕн пур вăйпа ывăтрăм пурта тикăр çине. Орау. Атăл çине ĕçлеме кайнă. N. Пĕрин çине (в одном письме) вунпилĕк пус укçа янă. Кан. Ĕлекçи çине кил-çурт куçараççĕ (переводят). Тораево. Тинĕс çине çитсен... Кан. Укçине тавар çине ярса пĕтернĕ. Деньги истратили на товар. Пазух. Уйрăлнă чух эпир те уйрăлтăмăр, кантăр çине ӳснĕ те пуса пек. Кан. Ункă шывĕ Çалав (= Çавал) шывĕ çине юхса тухать. Ib. Вакун çине кĕртнĕ чухне 9 лаша вырăнне 11 лаша пулать-тăрать. N. Каçа эпĕ ăна стаккана янă шыв çине ярап. Янтик. † Анне мана çуратрĕ, шур пӳспелен чӳркерĕ, сăпка çине вырттарчĕ. Ала 6. Апат çинă чух апат çине пĕр симĕс шăна пырса укрĕ, тет. Юрк. Кĕрпене сивĕ шыв çине ярса пĕçермеççĕ, тӳрех вĕресе тăракан шыв çине ярса пĕçереççĕ. М.-Чолл. Патшан пуçĕ мăй таран çĕр çине кĕрсе карĕ, тет. Альш. Иван çăпата кантри таран кĕмĕл йĕтем çине анса каят, тет. Скотолеч. 6. Пилĕк стаккан йӳçĕ кăвак çине пĕр стаккан тăвар ирĕлтерсе параççĕ (лошади). N. Пир хутаç çине чиксе çĕлесе яр. Зашей в холщевый мешок. Панклеи. Тоххĕр (= тухрĕ) те, кӳме çине ларса карĕ (солдат). Баран. 107. Ват ама (матка) çинех çамрăкки тухас пулсан, иккĕш çапăçа пуçлаççĕ. N. Такмак çине тултар. Микушк. † Пĕччен тăрна вĕçет улăхалла, хăва çине ӳкет (спускается в тальник) — кăшкăрать. Бгтр. Хĕвел тухса пĕлĕт çине (в облако) ларсан, çав кун çăмăр пулать, теççĕ. Кан. Бедуинсем çине (в бедуинов) тупăсемпе пенĕ. N. Усем çине пертермеççĕ. В них стрелять не позволяют. Сĕт-к. Ку çӳпçе пирн сонаска (салазки) çине вырнаçас çок (не уместится). Баран. 20. Пирĕн çие килсе кĕчĕç ушкăнпа. Ib. 36. Сиен çине сиен курса пынă. || Средн. Альш. † Тăхăр ял хĕрĕ пĕр çĕрте, тăхăр ял хĕрĕ çийĕнче пирĕн ял херĕ илемлĕ. || Относительно, о, об. Бур. † Пăшăл-пăшăл сăмахсем, пирĕн çире мар-ши çав. См. çинчен. || На средства (чьи). Якейк. Эп она хам çиран вĕрентрĕм. Я учил его на свой счет. Вăл она хăй çинчен вĕрентрĕ. Он учил его на свой счет. || Выражает повторение. Бес. чув. 6. Çапла унăн ялан ĕç çине ĕç тупăнса пымалла пулнă. Дик. леб. 48. Вăл усал сăмах çине усал сăмах, темĕн те пĕр каласа тăкнă. Кратк. расск. 19. Эсир мана апла хуйхă çине хуйхă (горе за горем) тăватăр-çке (причиняете), тенĕ. СТИК. Унта çынсем питĕ тачă ларса тухнă: ял çине ял, ял çине ял пырат. N. Хĕрарăмсем ватнă çине ватаççĕ. N. Халĕ пĕтĕмпе туй çине туй, пулать. Теперь все играют свадьбы: свадьба за свадьбой. || Выражает непосредственное следование во времени. N. Çав сăмахсем çине (лишь только были сказаны эти слова) тилĕ чупса çитнĕ. Кратк. расск. 27. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. N. Ача çине (на поминках по умершем ребенке) чăхă анчах пусаççĕ, е çăмарта кăна пĕçереççĕ. N. Вилсен, çын çине выльăх пуссан... N. Ĕç çине çитетпĕр. || В придачу к... N. Кĕсри çине 80 тенкĕ панă (придачи?). N. Эпĕ çине икĕ картăчкă илтĕм. Н. Сунар. Хуняшшĕ хĕр çине (в приданное за дочерью) нумай тавар панă. Торп-к. † Пичи мана йоратать, ола кĕсрине парас, тет, çине тьыха парас, тет. || Употребл. в чувашизмах. Чума. Унтан, тăватă кун çине кайсассăн (на четвертый день) вара ăна пăртак çăмăлтарах пулнă. N. Хăна хурлăх пулас çине вăтанăçлă ан пул. Не будь стыдливым во время... Ст. Чек. Аçу çурчĕ çын çине кĕрĕ. Дом твоего отца достанется чужим. Юрк. † Улма йывăç лартрăм çул çине, савнă тусăм юлчĕ çын çине. Ib. Кун чухлĕ ача-пăчасем çине (на такую уйму детей) епле çын сана качча пырас?! Никам та пырас çук-çке! N. Эсĕ этеме чунне çухатас çине пултарман, Эсĕ ăна хăвăн сăмаху тăрăх пурăнса ĕмĕрхи чĕрĕлĕхе кĕмешкĕн пултарнă. N. Кам выçă, вăл килĕнче çитĕр: айăпа кĕрес çине пуçтарăнмалла ан пултăр. N. Сире вăтантарас çине калатăп. N. Эпир пĕтес çине иккĕленекенсен хисепĕнчисем мар. Качал. Хĕре калать кучĕрĕ: манăн çине кала: çакă çăлчĕ, тесе. Кучер говорит девице: скажи на мени, что я тебя спас. ЧП. Сире савмас çине, те, килместĕн. N. Унăн ачи-пăчисем пĕтес çине анчах пулччăр. Яргуньк. Ваньккă çиттĕрĕ-кĕчĕ, тет, çаксем çине. Сред. Юм. Çын çине тохма вăтанать. Стыдится бывать в обществе людей. Яргуньк. Çав кукша карчăкăн упăшки, ула кайăка çапас тесе, карчăк пуçĕ çине çапрĕ, тет. N. Халăх çине тухма пултарать, хутсем çине алă пусма та пĕлет, тенĕ. N. Çитменни çине (вдобавок) куланайĕпе аптăраса çитрĕмĕр. Вомбу-к. Ăснă сăра çине, пиçнĕ яшка çине ĕçме-çиме аван полтăр. (Сăра ĕçме кайнă чохне çапла каласа яраççĕ). Бугульм. † Ял тавра тытнă укăлча ял çине хула пулинччĕ. Кан. Çавăнта вăл çĕре тавлашакан ялсем çине, çĕр çитменлĕхне шута илсе, ятак пуçне валеçмелле туса панă. Ib. Вăл вăрман виçĕ ял çинĕ юлчĕ. Этот лес остался во владении трех деревень. Ск. и пред. чув. 35. Сăмахĕ çине тăчĕ-тăчех (сдержал свое слово) çамрăкрах вăтам çынĕ. Альш. Хай каллах чăваш тумтирĕ çине тавăрăнар-ха. Опять вернемся к вопросу о чувашском костюме.

çинтĕр

(с’ин’дэ̆р), то же, что çилтĕр. Хурамал. Ĕне çинтĕр янă. (В В. Олг. чĕнтĕр янă). Н. Седяк. Ĕне, тапратса тултарсан, „çинтĕр ярать“, теççĕ. Çинтĕр ĕне патĕнче çап-çутă пулса, вăрăм пулса çĕрле курнать, теççĕ. СТИК. Ĕне сар çинтĕр янă. Ĕне шур çинтĕр янă. (Ĕне шур çинтĕр ярсан, час пăрулат). Ст. Чек. Çинтĕр (у коровы за З—4 недеди до отёла).

çиç

(с’ис’), сверкать (о молнии), блистать, сиять. N. Çĕрĕпе çиçĕм çиçрĕ. Всю ночь сверкала молния. N. Çиçĕм йăл-ял çиçсе каять. N. Çап-çутă çутăпа çиçсе тăракан япала. КС. Вут, çапсассăн, çиçсе каять (искры от огнива). N. Аван-ĕçке çулра пĕр çуркунне, çурхи тумпа çиçсе тăнă чух. Турх. Çав кунĕнче (летом) хирте çеçке çиçет. || Пронадать, исчезать, таять. Турх. Мĕн пур хирсенчи юр çиçет, вăрман хĕрри те ешерет. || Сметать метлою с вороха сор, напр., колосья, соломинки и пр., провеять лопатой очищенное зерно вторично. Тюрл. Çиçмелли çолăк (особая метла из сука березы). КС. Тырă кăшăлне сăвăрса пĕтерсен, тасатма ăна тепĕр хут сăвăраççĕ, ăна: çиçес, теççĕ. ТММ. 1) Кăшăл çине çулăкпа шăл, 2) кĕреçепе çиç кăшăл хĕрринчен, З) çупса яр, засветить, 4) çиçсе çӳре, ходить с сияющим лицом; форсить. Изамб. Т. Ыраш кăшăлне сăвăрнă чухне çиçех тăраççĕ. Сверху ворох зерна на току метут метлою (çулăкпа), чтоби отделить падающие колосья и пр. от зерен. Сред. Юм. Итем варĕнчи тырра, арпинчен тасатса, шăпăрпа çиçеççĕ. Ib. Сарăм варĕ çинчи пучахсĕне шăпăрпа пуçтарса илес тессине: çиçес, теççĕ. Ib. Авăн çапнă чôхне кăшăл сурнă (= сăвăрнă) çĕртен пучахсĕне шăпăрпа çиçсе илеççĕ: çав çиçсе илнĕ арпана çиçнĕ арпа теççĕ. Орау. Тыр сăвăрнă чухне, пĕр хут сăвăрса пĕтерсен, тепĕр хут пĕчĕккĕн сăвăраççĕ, çавна: çиçет, теççĕ. Тыр çиçнĕ чухне тырри хăй те тасалса çуталать, теççĕ. Малтан мăннине сăвăрса пĕтерсен, вара малалла (дальше) кăшăл купи пулачченех çиçсе сăвăраççĕ. N. Кĕреçепе çиç кăшăл хĕрринчен. || Засветить, ударить. В. С. Разум. КЧП. Пирĕн атте пăтă çимессерен питрен çиçет. Кан. „Канаш“ пулман пулсан, вăл йĕркене питрен çиçсе ярсан та пĕлес çук. N. Çиçсе ярăп ак! Засвечу вот! || Бегать быстро. Якейк. Ачасам пирн пата çиçсе çитрĕç (васкаса чопса çитрĕç). Орау. Атя, çиç часрах. Ib. Туххăм çиçсе кайса килчĕ (сбегал в один миг). || Форсить, франтить. Турх. Хам çамрăк та халĕ эп, çиçетĕп; ваттăм çинчен епле шухăшлăп? Орау. Мĕн çиçсе çӳретĕн (сивĕре çӳхе япала тăхăнсассăн калаççĕ). Ишь как надел трепёхталку. N. Çиçсе çӳре, ходить с сияющим лицом, форсить.

çупçап

то же, что çӳп – çап. Кореньк. Тирĕс копи котĕнче алтан çупçап салатнă.

çутат

(с’удат), освещать, засветить. Ау З. Трантасийĕн икĕ енче икĕ хунар çутатса пырать, тет. Янтик. Çиçĕм, пĕр йăлтăртатсан, пĕтĕм тĕнчене çутатса прахать. Ib. Пĕтĕм шыва çутатса ячĕ çиçĕм. Çĕнтерчĕ 53. Электрицă хăçан çутатакан пулать-ха, сирĕн? Икково. Çутатса парас. Надо вам (для вас) засветить огонь. N. Пĕтĕм шăва вут пек çутатса янă. Чув. пр. о пог 64. Уйăх пат шурă пулсан, çутатса тăрсан, сивĕ пулать. Если месяц кажется белым и блестит — будет холодно. N. † Çутатса хонă калошне тăхăнсамăр шăлăмсем. Изванк. Уйăх-хĕвел, ăна (т. е. парня) çак çĕр çинчех усраса, ун çине çутатса тăрăр (т. е. не попустите уйти в солдаты. Моленье в подполье). Эльбарус. Хĕвел янкăртатса çап-çут çутатса тăратьчĕ. Ib. Онччен те полмин ман патналла çамка çинчи сăнакне (кокарду) çутатса питĕ хытă стрелок чупса пыма пуçларĕ. || В перен. знач. Кан. Мĕнле лартса туни çинчен çтена хаçачĕ çинче çутатмалла.

çутам

низкого роста, но плотного телосложения. Питушк. Çутамрах çын — лотрарах çын. Ерк. 67. Лутра çутам кĕлетки, хурçă пекех ал-ури. Кан. Пĕр çамрăкрах, сухаллă, çутам çын. (Корр. из Иккова). || Светлолицый. КС. Çутам — çап-çутă питлĕ-куçлă.

çутă

(с’уды̆), свет. Самр. Хр. Çенĕхĕн урам енчи шăтăкран темле çутă курăнса кайнă. Кан. Каçпа, пĕлĕт çинче çутă сӳне пуçласан. Ал. цв. 29. Хĕвел ансан, каçхи çутă кăвакарсан. Орау. Кăраççин çуттинче çывраятни эсĕ? Можешь ли ты уснуть при свете? Ib. Кăраççин çутипе çывăраймастăп эпĕ. Ib. Пăх-ха йывăçсене, епле çинчен ӳссе кайнă, çутталах туртăнаççĕ (или: кармашаççĕ). Деревья тянутся к свету, растения в темноте тянутся к свету. Ib. Тĕттĕмре ӳсекен япала çутталах сулăнать çав вăл. Ib. Таçта çавăнта кăмакана вут хутса янă пек те, кăмакари вут çути тепĕр енчи пĕрене çумне ӳкнĕ пек. Ib. Эп пытăм та, вĕсен ун чухне çутă-мĕн курăнмарĕ. Баран 42. Пӳртсен мĕлки палăрать. Чӳречисем çине вут çути ӳкнĕ. Сĕт-к. † Вăрман виттĕр тохрăмăр, врене шульчи çуттипа; врене шульчи çуттипа мар, хамăр варлисен çуттипа. N. Пĕр çĕрхине уйăх çути çап-çутăччĕ. Юрк. Уйăх çутти çап-çутă. Ib. Чирлĕ çын, чӳрече витĕр çутта пăхса вырта пуçласан, вилет. Янтик. Эп краççын çутинче вулап (при свете лампы). Ib. Пĕр çурта çуттинче вулама канчăр. Ib. † Чиркӳ тăрри пит çутă, уйăх çути çутăран; кĕçĕр хĕрсем пит çутă, çын кĕмĕлне çакнăран. N. Эсĕ манăн çуттăм вырăнне çутăлтарса ярăн. Ск. и пред. чув. 18. Уйăх тухрĕ, хăпарчĕ, шурă çутăпа çутатать. Альш. Çутă çутса çутăпа шыраса çӳреççĕ, тет, вăрманта. Пир. Ял. Такам çутă сӳнтерсе лартать (погасил). Сред. Юм. Краççин çутипе волать, çôрта çутипе волать. Пролей-Каши. Çутă енне(лле) кайичченех кукăларĕ (кукă). Н. Седяк. † Çуртăрсем çӳлĕ, çутти çутă, вĕт кайăксем вĕçсе çитес çук. N. Ир çинче куç-пуç çутипах. N. Тол çути киле поçларĕ. Икково. Тол çути палăрма поçларĕ. N. Пĕлĕте çутă ӳкнĕ. Пĕлĕт çине вут çути ӳкнĕ, пĕр-пĕр çĕрте вут тухнă пулмала. В. С. Разум. КЧП. Тулта хĕвел çути, пӳртре унăн çутти. || В перен. знач. N. Пирĕн чăваш халăхĕ çуттала тухма тапратнăран вара питех нумай вăхăт пулмаст. N. Çутăра çӳре, ходить в свете. См. Магн. М. 174. || Блеск, сияние. Ала 100. † Воник арман хошшине йĕсрен кĕпер хурăмăр; эс кĕпер çуттине ылтăм йопа лартрăмăр. Мусир. Вăрман витĕр тухрăмăр вĕрене çулçи çутипе. Дик. леб. ЗЗ. Унăн уйăрăм-уйăрăм çуттисем анчах, йывăç турачĕсем хушшинчен çĕре ӳксе, ешĕл курăк çинче ылттăн мулкачă пек йăлтăртатса, вырăнтан вырăна куçа-куçа тăнă. Чураль-к. Манăн умри кĕмĕлĕм Атăл çутти пултăр-и; манăн çири чаршавăм Атăл çитти, ай, пултăр-и. || Отрада. Н. Карм. † Эпир атте-анне куç çутти. ЧП. Вуник пус нухрат куç çути, эпир атте-анненĕн кун çути (поддержка, отрада). Ib. Ялти савнă тусăм чун çути.. || Краса, украшенне. Микушк. † Кĕмĕл çĕрĕ шыв çутти, сарă инке кил çутти. Курм. † Çут тор лаша çол çутти, сарă арам пӳрт çутти, кĕмĕл çĕрĕ ал çутти. Актай. † Лашам хура — çул çутти, арăм сарă — çуна çутти. N. Карчăк çути ăстĕлте? Масар çине кайса ӳкнĕ. Шумат. † Севтел масмак пуç çути, пурçăн сурпан мый çути. || Цвет (не прав.?) В. Олг. Теминче çолтан каран çорконе хай омлаççин çути нумай çорăлнă. || Светлый; светло. Орау. Çутă çĕртен кĕтĕм те, куç пĕртте курмасть; çуркунне-кĕркунне, каçхине пӳртрен, çутă çĕртен, тула тухсан, хăнăхиччен, куç пĕртте курмасть. Ал. цв. 6. Тăнăçемĕн ун таврашĕнче çутăран çутă пулса пырать. N. Лашисене çитерсе тăнă чух, çав начар салтак темскер çутăскер курах карĕ, тет. N. Кăнтăрла çутă пулат, çĕрле тĕттĕм. Ачач З5. Çутă тимĕр-кăвак лашисем. || Яркий. Собр. Çутă кун юмах ярсан, çутă кашкăр çиет, тет. || Блестящий. Пазух. Кĕçĕр хĕрсем ма çутă? Çын тенкине çакнăран. Кĕвĕсем. Леш кас хĕрĕ çап-çутă, пирĕн кас хĕрне çитеймес (о красоте). || Веселый. Турх. Аннен сăлхавĕ пĕтетчĕ, ăна çутă сан кĕретчĕ (когда я выздоравливал). || Розовый. Эльбарус. Çутă кĕпе, розовая рубашка.

çӳп-çап

сор, мусор вообще. N. Çӳппи-çаппи çĕр улттă, вĕрени вĕр улттă. (Шăпăр, çулки). Çутт. З8. Пĕтĕм пахчари çӳп-çапа, сухалама пуçлаччен, шăлса тасатмалла. Етрух. Унтан кĕрсе каять тĕп-сакайне те, тĕслĕрен çӳп-çап, лăп-лап илсе тухать пĕр такана. Сред. Юм. Çуп-çап = лăп-лап, сор. Ib. Орайнче пĕтĕмпех çӳп-çап япăхса выртать. ППТ. Çав сĕрен хуллин çӳп-çапĕ (обломки) юлнă çурт пит хĕн-асап курат. (Вин. пад. çӳп-çапне). N. Алана алласан, çӳп-çап тăрса юлать. || Отбросы при производстве. Кан. Йăвăç çӳп-çапĕсем савăт машинисене хутма каять.

çăп

то же, что çап, частица образования превосходной степени от прилаг. и наречий.

çăп-çăра

прегустой; очень густо. Баран. 81. Сĕткенлĕ курăк çап-çăра ешерсе ӳсет.

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), земля. Юрк. Тетене салтака хырсассăн (когда забрили в солдаты), эпĕ çĕрпе таппа-тан юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Актай. Каçар пĕвĕм, чĕрĕ çĕр аннем (мать земли), пирĕн чуна кайма инçе, çĕклеме йывăр. Юрк. Çĕр витĕр тухнă этемсем, выльăх(сем?). Сред. Юм. Пĕрмай çăмăр çăвах тăрсан, çĕр хăпарать (почва разрыхляется), теççĕ. N. Çĕр сăхать. N. Çак çĕр çинче хам ятлă ята ямастăп (не дам себя в обиду. Шишкин. † Орай шăлма тăнă та, çĕртен сӳле(л)ле ӳкрĕ те вилчĕ (жена моя. Шутка). Ала 14. Унăн тураттисем çĕртенех (до земли) пулнă тет. Ib. 62. † Пирĕн тăванăн çурт хулăм, çĕрне тая лара-çке. (Свад. п.). N. Çĕр айĕнчен тухакан вырăнта (хуралра) тăратпăр (в туннеле). N. Унта каяччен, çĕр айне кайсан луччĕ пулĕччĕ ман шукăшпа. Орау. Çавăншăн халăх ылханса: Макар ывăлĕсем çĕрех пулччăр! тесе, ылханнă, тет. Сунт. Пăрахсах кайрăм-ши сана, мĕн пĕчĕкрен сан çинче суха-пуçпе чакаланса ӳснĕ хура çĕрĕм? Орау. Çынни сăмахĕпе çĕр айнех антарса ярать (т. е. от его слов готов провалиться сквозь землю). ЧП. Çĕрĕсем çурăлчĕç, йăп тухрĕ. Истор. Вилнĕ çынсене пуçтарса, кĕл-туса çĕре чикнĕ. О сохр. здор. Çĕре чавса тунă пӳрт (землянка; далее о том же: „çĕре авăтса тунă пӳрт“). N. Ун (урхамахăн) пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест. К.-Кушки. Йывăç мĕлки çĕр çине (на землю) ӳкнĕ. Ib. Сысна çĕр çинче выртат. Ib. Çĕр çине лар (на землю). Ib. Çĕре лар (на пол). Расск. 1З. Хуйхăра-хуйхăрах ачам патне çĕр айне кĕрсе выртăп ĕнтĕ! тесе, пĕрмай йĕнĕ вăл. Янтик. Çынна ылханнă чухне çапла калаççĕ: ешлĕ çĕре хураттăр, тикĕс çĕре тĕметтĕр (пусть образует холмик; пожелание смерти). КС. Амаль пулсан (если бы была возможность), çантах çĕре анса кайăттăм (провалился бы сквозь землю. Гов. сильно застыдившийся или опозоренный) Собр. Чи малтан, юр кайса пĕтсессĕн, çĕре е алăпа, е патакпа çапсан, турă çиленет, теççĕ. (Поверье). АПП. † Эпĕр макратпăр, кӳл тăватпăр, тăшманĕсем кĕпе çăваççĕ; кĕписем шурă кĕпе мĕн, çав кĕпепе çĕре кĕтĕр-и? Чăв. й. пур. 2З°. Çынна кӳрентерни çĕре ӳкмест. (Изречение). N. Ашшĕ-амăшне, ырă тăванĕсене хисеплеменшĕн çĕр çăттăр! (Гов. мать о дурном сыне и его жене). Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çивиттине симĕс-кăвак-палан виттертĕм. Ib. Çĕр çôмĕнчен шуса çӳрет. (Пĕчик лôтра çынна калаççĕ). Тогач. Карчăка çавăнтах çĕр çăтса антарса ячĕ (проглотила земля), тит. Йӳç. такăнт. 40. Ах, турă, Кĕркури, çĕр çăттăрах çана! Орау. Çĕр çăтнă, турран кĕлешшĕ (брань). N. И, çĕр çăтасскер! Магн. М. 190. Çичĕ çĕр ними. Ib. Çĕр çăтни. Хурамал. Çĕр çăтманă пуçна! (Брань; заметьте конечное „ă“). Изамб. Т. Çĕр çăтманă (брань). N. Приккашчĕкĕ мишер, питĕ йĕрĕскер хăй, çынсем сисеймен вăхăтсенче, сехетĕн стрелкине кăшт анчах тĕртет, çур сехет сут тăвассине „çĕр çăтат“ те.. Н. Карм. Çĕр кулли пулман, или: çĕр кулли пултăр! (Ругань). Ib. Çĕр çăттăр! || Земля как вещество, почва. N. Çĕр каллех типсе карĕ. N. Çĕре каллех типĕтсе ячĕ (стало совсем сухо). N. Çĕр айне пусар? Ачач 8З. Пуçĕпе шăмарса анчах тăрать ав, урипе çĕр чавса сирпĕтет. Ib. Тôрра асăнса çĕр çыртре (божился). N. Ĕненместĕп, çĕр çыртам! (Также: чирĕк хĕресне пăхап!). СТИК. Çапăп та, çĕр çырттарăп! (Говорит, угрожая сильным ударом). Çапăп та, çĕр çыртăн! (То же самое). Календ. 1906. Тинĕс шывĕ пĕрмай çĕре çиет (размывает). N. Ман ура айĕнчи çĕр кăтăлса кайрĕ те (обрушилась), эпĕ шыва кая патăм (упал). || Земля как планета, tellus. СТИК. Çĕр тăватă кĕтеслĕ, таçта инçе кайсан, вăл çыран пек анса каят, тет. Çĕрĕн хĕррине халиччен никам та çитсе курман, тет; унта сĕм-тĕттĕм, хăрушă çыран таçта çити çĕрĕн тĕпне анса каят, тет. Çĕре темиçе пуçлă çĕлен тĕревлесе тытса тăрат, тет. Сред. Юм. Çĕр вăкăр çинче тăрат (теççĕ. Поверье). Т. VI, З. Çĕре ӳксе пăсăлнă йĕркене кĕл-тулалли. Н. Изамб. † Ĕнтĕ çĕр çаврăнат, çĕр çаврăнать, ман пуçăмри çаврака çĕлĕк пек. (Песня нов. происх.?). Сред. Юм. Ах тôр, ôн чĕлхине тӳсесси! Пĕр вăрçма пуçласан, çĕр çинче каламанни хăвармас пôль. N. Çĕр çинче каламан юмах хăвармарĕ (всячески изругала). || Суша. N. Валала çĕр çинелле утнă (пошла на берег, на сушу, будучи изрыгнута рыбою). Б. Яныши. Вăл (лисица) çинче шăтак тупрĕ, тет те, пулăсене пĕрерĕн-пĕрерĕн çĕрелле пăрахма тапратрĕ, тет. || Участок земли, владение. Т. VI. Ют çĕртен çĕр илсен, телей каять те, тырă пулмас, теççĕ. Бгтр. Пĕр татăк çĕр. N. Орина çĕр валеççĕр. Ытла усал çĕрех кĕмен. N. Саншĕн çĕр панче хам исе çӳрерĕм (при дележе?). Истор. Вăл та, ашшĕ пекех, хăй çĕрне ӳстересшĕн тăрăшнă. Ск. и пред. чув. 50. Кам вăрман çĕрне парать таптама ахалех сире, çĕрĕк çăпата? N. Аçу пурана çĕр валеçмесăр сутасшăн мар: çĕр ахалех каят, тет. Изамб. Т. Анчах усен вырăнне тутарсем çĕрне анчах хăварнă (нимĕн те хăварман). Кан. Хресченсен çĕр те питĕ сахал пулнă, çавăнпа начар пурăнăçпа пурăннă. ТХКА 67. Пилĕк ялăн çĕр пĕрле пулнă пирĕн ĕлĕк. Альш. Çĕлен Ивана калат: çап мана малтан, тет. Иван калат: ху çĕрĕнте малтан ху çап, тет. || Местность. Бгтр. † Шупашкар çĕрне каяс тесе, крымски çĕлĕк илсе тăхăнтăм. Çĕрпӳ çĕрне каяс тесе, сарă кĕрĕк çĕлетсе тăхăнтăм. Юрк. † Патшанăн аслă кӳлĕ (озеро) тăвăр пулĕ, пире çырнă çĕрсем тăвăр пулмĕ. || Место. Пухтел. Кунта ĕнтĕ савăт-сапа çума та, шывсем тыткалама та çĕр çук. Чаду-к. Кусем: майри пĕр çĕреле, кайрĕ, тет, а ывăлĕсем тепĕр çĕреле саланса пĕтрĕç, тет. N. Унта сана ик çĕрелле ĕçлеме май пулать-и, çук-и? N. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, пĕр çĕре пуласси инçе мар. Яргуньк. Икĕш (оба) ик çĕрелле вăрман çĕмĕрсе анчах тарчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 2З. Анчах халĕ, улахсене пит нумай çĕрте çĕтсе, анасем тунă. N. Эпĕр (я с ним) пĕр çĕртерехрех (почти в одном месте) пурăнатпăр, хошши 25 чалăш анчах. N. Пирĕн ĕнтĕ çитмен çĕрĕмĕр юлмарĕ (мы везде побывали). Çутт. 153. Тикĕчĕ, хăвах пĕлен, урапа сĕрнĕ çĕре каять (уходит на подмазывание телеги). Никит. † Сырăнас çĕре сырăнимарăм (не пришлось повязать сорбан), кайнă çĕре кайимарăм. Сунар. Вăл хăйĕн вутти патне (к дровам) çитнĕ çĕре сĕм-тĕттĕм пулнă. Когда он подьехал к своим дровам, то уже было совсем темно. Кан. Виçĕ ялăн повесткисене пĕр çĕре манса хăварнă. N. Эпир килекен çĕрте. N. Пурин валли те яшка пĕр çĕре пĕçереççĕ. N. Вăл вĕсене нумайччен вăрман тăрăх çавăрса çӳренĕ, вара кайран ĕмĕрне çын пырса кĕмен çĕре илсе пынă. Орау. Кĕпе чӳхеме кайнă çĕртен таçта çухалнă, тет. Пошла полоскать белье и куда-то пропала. N. Киле тавăрăннă чухне вĕсем хирпе тӳрем çĕртен (по ровному месту) иртсе пынă. Альш. † Тапнă çĕртен (где топнете) тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтăр. (Хĕр йĕрри). Ib. Сурăх шăммисене епле те пулсан çын пыман çĕререх (где реже ходит народ) кайса тăкма тăрăш. (Ача ячĕ хуни). БАБ. Хай кунăн çак тукатмăша пытарнă çĕререхрен (близко к могиле) иртсе каймала, тет. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Почти везде стоит вода. Урож. год. Нумай çĕре çитиччен, кунта лашине кӳртсе (= кӳртрĕмĕр); лаши кунĕ, хăй çӳрен. БАБ. Ку, тесе калат, тет, хăй: çиллентернĕ çĕр пурччĕ, эпĕ ăна хам вилмен пулсан та, туш (тоже) пĕтернĕ пулăттăм. Альш. † Уйрăм-уйрăм çуралса, пĕрле ӳссе, уйăрлмăттăм тенĕ çĕрсем пур. Кĕвĕсем. Хурăн-варта хура та чĕкеçсем пур. Ĕнтĕ çак тăвансемех, ай, килсессĕн, ĕмĕр манмăп тенĕ те çĕрсем пур. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем пур (боюсь как-бы не обидеть?). Регули 186. Выртнă çĕрте волатăп. Ib. 188. Эп чĕннĕ çĕре килчĕ. Ib. 190. Вăл ĕçленĕ çĕртен килчĕ. Ib. 191. Соха тунă çĕртен (соха туса) килтĕм. Ib. 192. Кăнчала арланă çĕрле выртат. Ib. 195. Вăл пол тытнă çĕртен килчĕ. Ib. 252. Эп эс пĕлмен çĕре кайрăм. Я пошел в незнакомое для тебя место. Ib. 253. Пĕлмен çĕрте илтĕм. Я купил в неизвестном для меня месте. Ib. 294. Вăл пире пол çок çĕре (вырăна) исе кайрĕ. Ib. Ку томтир ĕçленĕ çĕрте лайăх. Ib. 57. Пол тытмалли çĕрте (там, где ловят рыбу) кимĕ тăрать. Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути йăлтăртатнине курах каять. Ib. Пĕр çулхине чут-чут сысна вилсе каяс çĕртен çĕпре шыв ĕçтертĕмĕр те, чĕрĕлнĕччĕ. ЧС. Анне те хуйхăрнă çĕртен кулса ячĕ. И мама, хотя и была печальна, улыбнулась. N. Кам хăйне, хăй нимĕн те мар çĕртенех (не имея никакого основания), такам вырăнне хурать, вăл хăйне хăй улталать. ЧП. Пĕр юрламан çĕртен юрлатăп-çке. Я не пела, а теперь пою. Регули 274. Парас мар çĕртен патăм. Я не хотел давать, но дал. ЧС. Çав лашана эпĕ пит юрататтăм, мĕшĕн тесен вăл мана пур çĕртен те (во всех отношениях) аванччĕ. Чăв. й. пур. Вăсем çиленнĕ çынна та, хăй умĕнче пит аван, унпала йăпăлтатса калаçаççĕ. Нимĕнпе те çитес çук вăсен кăмăлне, хăй çук çĕрте вара (в его отсутствии) çавăн пек çынна çултен илсе çĕре чикеççĕ (всячески поносят) çĕре. N. Çитнĕ çĕрте пĕр, везде, куда нипопадешь. || В качестве послелогов. Регули 189. Вăл киле килнĕ çĕре апат пĕçерес. К его приходу (домой) надо сварить обед (пищу). Ib. 185. Çăвăрнă çĕрте поплет. Говорит во сне. Ib. 168. Вăл сăмах попленĕ çĕре вăл килчĕ. Ib. 668. Вăл хĕвĕл аннă çĕрелле кайрĕ. Он пошёл по направлению к западу Кан. Вĕсем сăмах панă çĕрте эпĕ те пултăм. Кан. Пилĕк тенки тумланнă çĕре каять (идет на одежду). Тăхăр тенки тăраннă çĕре каять (идет на питание). Якейк. Çăрккаç Мишка эпĕр апат çинă çĕре (когда мы обедали) пыч те, атисам куçĕнчех эп ĕнер олахра ачасампа вылляни (баловала, шалила) çинчен каласа пачĕ. Çантах çĕре анса кайăтăмч, анмала полсан. Юрк. Пĕре çапла, ку чей ĕçме ларсан, кăшт хай хуçи ун патне, чей ĕçме ларнă çĕре, пырса кĕрет. N. Каç пулса килнĕ çĕререх (к вечеру) пăртак чартăмăр (кровь). N. Килне таврăнсан, татах хываççĕ, унтан ĕçсе çиеççĕ. Вĕсем киле таврăннă çĕре (ко времени их возвращения) каç пулат. Вара çавăлтенех тепĕр çĕр пуçланса каят. N. Сӳресе пĕтернĕ çĕре каç пула пуçларĕ. К концу бороньбы стало вечереть. || Употребл. в чувашизмах. О сохр. здор. Вĕсем (пчела) мĕнле ĕçленине курсан, юратас мар çĕртен юратмалла вăсене (невольно полюбишь). Ачач 11. Икĕ çулхи хĕр ачине ыталаса, çывăрас килмен çĕртенех çывăрнă пек выртать. Бур. Пĕр юрламас çĕртен юрларăм çак тăвансем кăмăлĕшĕн. N. Урмак-маки ӳкем тенĕ çĕртен тепĕр йывăçран ярса тытрĕ, теть (чуть не упал, но..). Сунт. Ĕç çук çĕртенех ĕç туса çӳреççĕ. ГТТ. Лешĕ вилес çĕртен вырăс çемйине кĕнĕ. Изамб. Т. Ывăлĕ пилĕк-ултă çавăрăннă çĕре старик акса пĕтерчĕ. Б. Яныши. Унта çитсе, вурăн хатĕрлесе, апат çинĕ çĕре тĕттĕм пулчĕ. N. Çак уйăх пĕтнĕ çĕре (к концу этого месяца), вăл тавăрнмĕ-ши? N. Кĕлĕрен тухнă çĕре (к концу службы) аран-аран пырса çитрĕмĕр. Регули 122. Вăл килес çĕре еп килте полăп. К его приходу я буду дома. Бес. чув. 6. Киле таварăннă çĕре (к его возвращению) унăн ашшĕ вилсе кайнă. || Тема, theme. ГТТ. Çырмаллисем пайтах çĕрсем пур та. || Результат, конец. N. Тата эпир хамăр ĕçе çĕрне çитерейместĕпĕр. Четыре пути. Пуринчен ытла ĕçре вăя шеллес пулмасть, пурне те çĕрне çитерес пулать.

çĕр мулкаç

, çĕр молкач, çĕр молкачи, мулкачĕ, çĕр мăлкачи, тушканчик. Изамб. Т. Çĕр мулкаç çерем çинче пурăнат, шăтăкĕ тӳп-тӳрĕ кĕрсе каят, кайри ури шурă, вăрăм пулат, малти ури кĕскерех, йĕке-хӳре пысăкĕш. Магн. Рук. „Çĕр молкач, тушканчик, земляной заяц“. Янтик. Çĕр мулкачи (животное). См. хир мулкачи. Изамб. К. Çĕр молкачи (валти ори мăтăк, кари — вăрăм, с кошку; под брюхом белое; хăй хăмăртарах, хӳри — шăши хӳри пек). А. Турх. Çĕр мулкачĕ; кайри ури шутсăр вăрăм, малти — кĕске, хӳри вăрăм; вĕçĕ шурă. Йытă тытаймас; тӳрĕ чупмас. Пурсуй та тытаймас. Вашăккăн (шăтăкĕ) кĕрсе каять, арланăнни пекех. Йăввине чӳпĕксем тултарать. Хăлхи вăрăм, çап-çара (çара çерçи хăлхи пек), çӳп-çӳхе, хĕрлĕ-сăрă, тилĕ тĕслĕ. Хĕлле курăнмас, шăтăкĕнчех пурăнать пуль. Ib. Çĕр мулкачĕ вăрăм хӳреллĕ, йĕке-хӳре пек япала. Чаду-к. Лашасене ятăмăр та, çĕр мăлкачисен хыççĕн чупа пуçларăмăр.

тап-таса

совершенно чистый. N. Халиччен те унăн кăмăлĕ тап-тасах тăрать. КС. Аллине тап-таса тытать. Бес. чув. 17. Ачисем виççĕш те тап-таса ларнă, вĕсене паян мунчаран килсен выляма кăларман. || В перен. знач. Сред. Юм. Тап-таса та çап-çутă. (Гов., когда хотят показать, что он в этом не повинен).

тапру

хорошо (от русск. добро). Ст. Чек. Пике амăшин сурчăкĕ: тапру, тапру (добро, добро), хăрхăн! тет. N. Эпĕ тара пама çырса ятăм анисене, вăл хăй юмаххипе: çап-çара акап, тит, ну тапру хуть эпĕ вăл тыра-пула тавăрăнса çияс çук та, çавах хăш чух аса килет.

тархас

пожалуйста. Панклеи. Карчăка вăл (она): тархас, тет, пĕр-пĕр патакпа, илсе, çап мана пуçран, тет. В. Олг. Тархас килччĕ. Пожалуйста, приди. Слеп. Тархас пар. Пожалуйста, дай.

тасат

(-т), чистить, прибирать, убирать. Регули 1365. Кил-картине тасатсах тăр. Сятра. Симĕс корăк, ман орая тасат! тет. (Просительно: ман орая тасатай). О сохр. здор. Ун чух вара пӳрт лартма суйласа илнĕ вырăна тасатас-тасатасах пулать. Сред. Юм. Кил-карти тасат, убирать двор;. атă тасат, чистить сапоги. || Придавать лоск, бдеск. Сред. Юм. Атă тасат. N. Ку сăмавара тасатмалла. Этот самовар надо вычистить. || Вычищать (что откуда), очищать, удалять нечистоты. N. Вакон çоль çинчен йор тасатрăмăр. Мы очищали железнодорожный путь от снега. N. Кайран, вилнĕ çынна пытарсан, виççĕмĕш кунне ирттерсен, вăл шыва тĕпсакайĕнчен тăпри-мĕнĕпе тасатса кăлараççĕ. Виçĕ пус. 33. Тырăсенчен юлнă япаласене тасатаççĕ. ХЛБ. Ана çинчек вăхăтра шыва тасатаймасассăн, тырă пулассине ан кĕт. || Производить суеверный обряд очищения. Етрух. Пушалăстă, тасатсамччĕ! Хаклă тăрать-и вăл тасатма? тет. (Чăваш чирĕ). Ib. Юмăçа килне илсе кайса тасаттарни. Юмăçĕ тасаттаракан патне пырсан, хай çурштав эрехе пĕчченех ĕçсе ярать те, вара тытăнать тасатма ӳсĕр пуçĕпе. Вăл: акă епле тасататăп, тет: пур чир-чĕре кил ăшчиккинчен хăваласа кăларатăп çакă килтен. Унтан кĕрсе каять тĕп-сакайне те, тĕслĕрен çӳп-çап, лăп-лап илсе тухать пĕр такана, уна вара суйлан пек тăвать. Усене суйласан, пĕр таса шурă тутăр çине çыхса хурать. Тата унтан вара юсман икерчне те савăн пек тепĕр шурă тутăр çине хурса çыхать. Унтан вара татах тепĕр хут йĕплĕ хул пĕр ывăç илет те, сакайне татах кĕрсе кайса, пур кĕтессене çапса шăлса тухать. Хăй сăмахне çапла калат: çакă килтен сире хăвса каларатăп; часрах тухса кайăр, тесе. Татах çӳле, пӳрте, тухсан та, пур кĕтессейрен çапса çӳрет. Çапла çапса пĕтерсен, йĕплĕ-хуллине тула илсе тухса, татах хуçи хуралтне уçса, çапла çапса шăлса пĕтерет юмăçĕ. Вара унтан, хуралчĕсене пĕтерсен, кил-картишне шăлан пекки тăвать. Çавă мĕн тĕттĕм çĕре çĕрĕпех тасатать! Унтан вара йĕплĕ-хуллине хапхаран тулашĕ енеле пăрахать тăкма кайиччен. Çапла вара юмăçĕпе хуçи пӳртне кĕреççĕ те, татах хатĕрлеç пĕчĕккĕ татăксем шурă тутăр, 5 тутăр татăкĕ: пĕрин çине çыхаççĕ ыраш çăнăхĕ, тата тепĕрин çине урпа çăнăхĕ, теприн çине кĕрпе, теприн çине тăвар çыхаççĕ, теприн çине пĕренĕкĕ, хур-кăвакал евĕрлĕ, çыхаççĕ, а çăвне пĕр чӳмлек катăкĕ çине илеççĕ; вара çав малтан хатĕрленисене, юсмансене, сакай çӳпписене пурне те пуçтарса пысăк тутăр çине çыхать. Вара юмăçĕ хуçине лаша кӳлме хушать; хуçи часрах йăпăр-япăр кӳлет те, хуçипе иккĕшĕ çав япаласене илсе, тата йĕплĕ хуллине те хапхан тулашĕ енчен илсе хураççĕ. Вара тăкма уя тухса каяççĕ. Çапла кайсан: пур парнепе тăкнине пĕлтерет, теççĕ, пур кил-ăшчиккинчи чир-чĕре, усала-тĕселе чипер тутлăх парнепе кăларса яраç, теççĕ. Парнесĕр тасатсан: выçăпа калех киле тавăрнать, тет юмăçĕ. Çапла вара тасатса пĕтерсе тавăрнсан, юмăçне хуçи татах питĕ ĕçтерсе ӳсĕртет те, леçсе хăварать киле. Ст. Чек. Тасатни тени — кĕл-туса çини. Сред. Юм. Тӳркиллие тасатса панă (дал жертву духу). || Уничтожать. Хăр. Паль. 11. || Шарккуне те пĕр самантра тасатса хучĕ (все сьел). || Украсть. Альш. Укçине те пăхат — укçине тасатнă-кайнă (украдены), тет. || Убрать (спровадить, убить кого). N. Ку япала манăн пупсене тасатма пултарĕ вĕт. Ведь этот субъект сможет убрать (спровадить) убитых мною попов. (Из сказки). || Регули 1366. Мана тасатсах исе карĕç. Синерь. Нӳхрепре пĕтĕм этем кĕлетки вакласа тасатса хунă, тет.

тимĕр

çап, ковать железо.

туй çĕлен

назв. змеи. КС. Туй çĕлен хăвалама тапратсан хĕвеле хирĕç тармалла, теççĕ. Чертаг. Туй çĕлен çап-çутă, кĕмĕл манерлĕ. Ib. Туй çĕлен сăхсассăн, çин ораланимасть, ăна чĕлхе вĕрмелли çôк, тет, онăнне. Пшкрт. Той çĕлен (с'э̆лэн), змея. Тюрл. Туй çĕлен (соккăр). Сĕт-к. Туй çĕлен, уж. Мыслец. Туй çлен, медница.

тула

(тула), терзать, рвать, трепать. Толст. Кашкăр вара ăна (собаку) туласа пăрахса тарнă пулмалла. Кан. Çынсене чĕп-чĕр юн тăвичченех туласа яраççĕ. СТИК. Йытă туласа пăрахрĕ. Собака кинулась, уронила жертву и значитьельно повредила. Ib. Пирĕн кушака такшин мур йыттисем туласа пăрахрĕç? N. Йытă тытрĕ те хай кушакка тула пуçларĕ. Кушакка туласа вĕлерчĕ. Истор. Тата çитменнине упа хăшне-хăшне туласа тăкать. Ядр. Чĕпĕ сассине хур-аçи илтрĕ те, ман пата тулама чупса пычĕ. Ст. Чек. Тырăсене çил туларĕ. Çĕнтерчĕ 20. Ăна туласа пăрахас. II Разомчать, понести (о разъярившейся лошади). См. ĕрĕх. Альш. † Ула лаша вылят-çке, чĕлпĕр кĕске — тулат-çке. N. † Турă лаша тулать-çке, лайăх хăмăт ытать-çке. N. † Хура вăрман урлă эп каçнă чух хура лаша тула пуçларĕ. Шел. II. 64. Тăвайккинчен аннă чух пуçларĕ лаша тулама. КС. Лаша туласа карĕ. Хурамал. † Укăлча хапхинчен тухнă чухне кӳлнĕ лаша тула пуçларĕ. ЧП. Хура вăрман виттĕр тухнă чух хура лашу тула пуçларĕ. Альш. Таçтан туласа килнĕ, тет те, кусем, хĕресе пырса перĕнсе çакланнă, тет. Ой-к. Хай çĕлен (змей) Иван патне туласа пыч (яростно, сердито) те, калать: çап мана, Иван, малтан, тет. Ск. и пед. чув. 9. Сехри хăпса тухнипе урхамахăм сикрĕ те, илчĕ кайрĕ туласа, пĕр енелле çавăрса. || Вертеться сильно (о крыльях ветряной мельницы). Изамб. Т. Шăтăр-шăтăр арман сасси, арман туласа каймас-ши? Ib. Арман вăйлă çилпеле туласа каят (начинает быстро вертеться). || Бушевать, дуть (о сильном ветре). N. † Вăрман варĕнче çамрăк çăка, çил туламан кун иртмес (не проходит дня, чтобы буря не гнула ее). Никит. Çак вăйлă çил сирĕн пӳрте туланă пек, сире тулаççĕ, сире турткалаççĕ (коштаны). N. Кĕçĕр çĕрĕпех çил туларĕ (бушевал). N. † Урам варĕнчи хурăна çил туламан кун иртмес. Тюрл. Ай-ай çил паякăн питĕ тулать (сильно. дует). КС. Тăвăл туласа карĕ (о порыве бури). СТИК. Çавраçил туласа иртсе кайрĕ. (Гов. о вихре). Турх. Çил урнă пек туласа, хăвăрт иртмест, чарăнмаст. || В перен. знач. Юрк. Пĕрне пĕри тулаççĕ. Треплют друг друга. Ib. Пĕрне пĕри туланине, çаратнине те курмаст. || Грабить, силой брать, отнимать. N. Ĕçленĕ ĕçне ют çынсем туласа ан илччĕр. N. Тĕрĕс мар çине ан шанăр, туласа илме ан ĕмĕтленĕр. Юрк. Памасан, пурĕ-пĕр туласа илетĕп.

тум

том, одежда, костюм. Изамб. Т. Унăн тумĕ аван. Альш. Ман тумланма тум çок. Баран. 5. Хуçа арăмĕ хура куçлă, шурă питлĕ, çап-çамрăк, лайăх тумне тумланнă. ЧП. Тум тăхăнакан çулта шăнман. Ст. Чек. Шыва кĕтĕмĕр те, ман Хăрхăм ман тума тăхăнса ячĕ, манран малтан шывран тухса (тарчĕ). Тим. † Шурă калпак ярапи пыл çинче, пуян хĕрĕ-ывăлĕ тум çинче. Юрк. Тумланнă тумĕсем ытла илемлĕ пулнă (у них). N. Темиçе пин çын пит илемлĕ тумĕсемпе вĕсем тавра йĕрки-йĕркипе тăнă. Альш. Мĕн пур илемлĕ тумне тумланса хваттерне пуçтарăнаççĕ. (Хĕр сăри). N. Ытлашши ан иртĕн тум пулсан. Изамб. Т. Исампаль çыннисем тумĕсенчен тĕлĕнсе тăраççĕ. Капк. Вăл ăна (жену) сыватма йĕрсем йĕрленĕ. Анчах, йĕрри ун питĕрĕнсех пынă. Таса йĕр çине пылчăк тум тытнă. || Сбруя лошади. Юрк. Тумлантарнă тумĕсем: пукрешкелĕ хăмăчĕсем, чĕн кутлăхĕсем, чĕн йĕвенĕсем, чĕн тилкеписем, туртисем, пĕккисем — пурте йăлтăртатса анчах тăраççĕ. || Кн. для чт. 163. Пĕр-пĕр шапана пысăкрах хурт çăварне лексен, вăл ăна малти тумсемпе тĕртет. || Красота (жизни). Ир. Сывл. 39. Пурăнăç тумĕ — умăм пулчĕ.

тупă

(тубы̆), пушка. N. Тупă сасси çĕмĕрĕлсе тăрать. N. Тупă хытă пĕтерет этеме. N. Эпĕ тупă патĕнче. N. Пăшал вырăнне тупă çапать. N. Тупă ураписем сĕлĕ пĕрчи пек саланса кайнă. N. Пирĕн виçĕ тупă та татăлса карĕ чăтаймасăр. N. Варшавран тухнăранпа тупă сасси хулхаран кайман. БАБ. Тупă çап = туп атмак(тат.?). Менча Ч. Хĕçĕнчен те пулш сыхлăсăнччĕ, тет, туппинчен те пулин эсĕ упрăсăнччĕ, тет хăй. || Снаряд, бомба. N. Тупăсем ӳке-ӳке çурăлаççĕ. N. Тупă пăрахать (бомбы). N. Тупă килсе ӳкрĕ те, пĕр ушкăн (одно время) хăлха янăрса çӳрерĕ. N. Халь пĕр тупă ӳкет, халь тепре, çырнă çĕрте килсе ӳкет те, ал чĕтресе каят. N. Хĕрĕх пăтлă тупă.

тăрат

(ты̆рат, тŏрат), заставить, позволить встать. N. Эпир чӳрече çине тăрăпăр.— Эп сире тăратăп. ТХКА 40. Атте, кĕсрене тăратса ярас тесе, пынă та, кĕсре сывламас та, тет. Ib. 42. Эпĕр те çуркунне аттепе иксĕмĕр хăла тьыхана тăрата-тăрата кантарса, майпе çавăтса, Пичаваш катине леçсе ятăмăр. || ЧС. Пӳртре тăратмаст (не позволяет мне быть в избе). || Остановить. N. Лашăна тăрат. Останови лошадь. Кан. Тпрр-ру!.. Тăрат, атте, çакăнта. Тип-çырма. Тăратăр-ха! Стойте-ка (говорят едущим на лошадях). Ала 13°. Çавă пăрахот пырса тăратсассăн, çакă ватă хуçа пăрахот çине кĕнĕ. || Держать в бездействии. N. Мĕн пур пек вăйна, ăсна ахаль ан тăрат,— телей тупма урăх май çук. || Продержать, дать существовать, N. Унăн йăхне ĕмĕр-ĕмĕрех тăратăп. || Держать. N. Тирпейлĕ арăм пӳртре çӳп-çап тăратмаçт. О сохр. здор. Çĕр ăшĕнче çĕрекен япаласене пĕртте тăратас пулмасть. Ib. Пĕр-пĕр тумтире тулта тăратсан, вăл ытти япаласем пекех сивĕнсе каять. Скотолеч. 19. Тутăрне улăштарса çыхнă чухне суранне кăшт та уçă тăратма юрамасть. Якейк. Çăмартая вĕрекен шу шăнче пилĕк минут тăратсан, пиçет. Ib. Çип çамçа хотсан, каткара вуник сахатран ытла тăратма йорамаçть. Юрк. Пиçекен ашĕсем чукунта тăратса тăраканнисем, вутпа çунса, ĕнек тути калаççĕ. N. Вăрă-хураха, пысăк арчана йывăç çине çакса, виличчен тăратнă. || Поднимать. N. Хăпартнă чох перĕн орапа тӳнсе карĕ, ăна эпĕр тăратрăмăр та, киле карăмăр. Ст. Шаймурз. Путнине кăларма хушнă, тупнине тăратма хушнă. Ib. Çӳлелле тăратат. Поднимает к верху (ногайку). N. Хайхи тарçă хулхисене тăратса, пурне те илтесчĕ тесе, шухăшласа ларнă. Халапсем. Унăн урисем çӳлелле тăратса тăраççĕ (торчат). || Будить, поднимать с постели. Пшкрт. Якейк. † Хамăр ялăн хĕрсене айне тӳшек сармалла, çине тăлăп витмелле, ачашласа тăратмалла. Качал. Хĕр тăратать-тăратать Йăвана, тăратса та тăмастĕ (не просыпается). || Ставить, поставить. Орау. Мĕшĕн лашисене пурте кунта тăратнă. Трхбл. Тăрат лашана. Поставь Лошадь. ЧС. Çавăнпа эпĕ насвуса тăратнă тĕле, ăна курма тесе, кайрăм. N. Пĕр çынсене тепĕрисем çине хирĕç тăратса вăрçтарса çӳренĕ. N. Вĕсен йĕри-тавра тĕкме тăратса çавăрăннă. Якейк. Тăратса тусан, чĕмел лайăх типет. Чĕмел тума пуçланă чох тват-пилĕк кĕлте тĕкĕштерсе тăра(та)ççĕ те, онтан çавăрса каяççĕ. Ib. Вăл чола выртарса хоман, тăратса хонă. || Назначить, поставить. N. Паян урăх санитара тăратрĕç ман вырна. || Представлять. N. Вăл çав çулнех округа хут тăратнă, 50 ача таран вĕрентмешкĕн. Кан. Хăйсем тĕллĕн кайса çĕр йышăнса килнисем çак каланă хутсенчен кайранхи икĕ хута анчах тăратмалла. || Доставлять, поставлять. Кан. Байков хаçатсене вăхăтра тăратмасть. Кильд. Ку çамрăк хуçа хĕрин (у невесты) мĕн çуккине вăл хăй тăратма пулнăю Ала 8°. Сирĕн мĕн çуккине эпĕ хам тăратăп, анчах эсир мана хăвăр хĕрĕре парăр. Якейк. Эп школа вотă тăрататăп. Я доставляю в школу дрова. Ib. Вăл пире аш тăратать. Он доставляет нам мясо. Ib. Вăл çар валли лаша тăратать. Он для армии поставляет лошадей. Янтик. Çар валли лаша тăратать вăл (поставляет лошадей для армии). Юрк. Пирĕн хура-халăхăн: çын вырăнне çын тăратас, тенĕ сăмах пур. N. Лаша вилчĕ, питĕ ан колян, çотăкăй (= всетаки) он вырне тăратрăмăр. || Задерживать. N. Çак хота (= çырăва) илсен, ан тăратăр, часрах ярăр. N. Пиçмине сирĕнтен илсен, пĕр сахат та тăратмарăм, кала ятăм часрах. N. Вăрçă выйлă пулсан, пире те нăмаях тратмаççĕ. N. Пиçмона авла (= алла) илсен, пĕр кун та ан тăрат (не медли ответом). N. Çырува ан тăрат, как çитсенех яр. || Оставлять. N. Нимĕн те таратмаççĕ (все тащут, воруют). N. Пĕр япала та таратмаст. || Поместить. Ст. Чек. Çулăха вутă тăратнă (поместили в „çулăх“). Янгильд. Çул каякан çын карĕ; анчах Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || Построить. N. Вĕсен пӳрт-çурчĕсене салтаксем тăратнă. || Erigere (mentulam). || Употребляется в качестве вспомог. глагола. Орау. Пĕр çынна çил çӳлелле çĕклесе капан урлă каçарса тăратрĕ, тет. N. Ултă çула вbççĕмĕш ятташне пĕр кăлармасăр тăратма хупса хурать (запирает свою дочь).

халчченхи

то же что халичченхи. Орау. Мĕн эсĕ паян çап-çутă тумланса янă? — Мĕн тумланнă, эпĕ халчченхи пекех тумланнă. См. халичченхи.

хыпашла

щупать, шарить. Ст. Чек., Хорачка. N. Амăш тола тохма хыпашласа пĕрене тăрăх каять мĕн. N. Эпĕ те пырса атте чĕркуççи çине лартăм та, алăпа хыпашла пуçларăм. Ст. Чек. Выçсассăн калаççĕ: чĕрене хыпашлат, теççĕ (чувствуется голод). А.-п. й. 41. Ай-ай, Микихвер! çап ку кайăка пуçĕнчен! — тесе кăшкăрса ячĕ Сахар ывăле, çамкине хыпашласа.

хур вăрри

хор вăрри растение. Рак., Кайсар. № 155. Хур вăрри пысăк вăрманта ӳсет; чир хыççăн вĕрĕлсен, вĕретсе ĕçсен, питĕ пулăшать, тет. Кайсар. Хур вăрри курăк çинче пысăк вăрманта ӳсет, вăрри çап çутă, кантăр вăрринчен вĕтĕ, ăна (вăррине) чир хыççăн вĕрĕлсен çинĕ. Илмен. Вĕрĕлсен хор вăрри вĕретсе ĕçтеретчĕç (трава какая-то). Нюш-к. Хур вăрри — çын чирлесе тӳрленсе, тепĕр хут вĕрĕлсен, ăша илекен курăк. Ăна темĕн чул шыраса та сайра тупаççĕ. Ураскассинчи Антун Семенч матки хур вăррине пахчине кăларса лартнă. Вăл кирлĕ пулсан укçалла татса парса ярать, тет. Ст. Чек. Хур вăрри (курăк). Чиртен чĕрĕле пуçласа ура çинче çӳренĕ чухне вĕрĕлсе тепĕр хут чирлесрен çиеççĕ. Пĕрре çиеççĕ, виççĕ, пиллĕк, е çиччĕ, çиччĕрен ытла çимеççĕ. Тĕрĕс çимеççĕ. „Тĕрĕс çисессĕн пурăнмасть, çиччĕрен ытла çисеесĕн чир вăрăма каять“, тетчĕç. Сред. Юм. Хур вăрри вăрманта калĕмпĕр çулçи пик пулакан çӳлĕçĕлĕ, шурă кантри пĕрчи пик пĕрчĕллĕ курăк. Ăна вĕрлсен услăхлă, тетчĕç. Ib. Хур вăрри вĕрлсен çисен осăллă кôрăк тетчĕç, ôн вăрри кантри пĕрчи пик, çулçи кишĕр çулçи пек. Б. Аккоз. Хур вăрри, назв. растения, которое в Сибири называют воробьиным семенем. Употребляется как лекарство.

хур тукмакĕ

гусиная ножка. N. Тăппи-таппи, тăппи-таппи, тăп-тап! Хур! Çап-хур! Хуракана хур тукмак, хуманнине чăх тукмак.

хуралăт

постройка. ЧС. Хуралăт çийĕсем çине пăхатăп та, çап-çутă вут çути ӳкнĕ, вăл хамăр ялта вут тухнă мĕн. СПВВ. ПВ. Хуралăт = хуралтă.

хурçă

хорçă, сталь. N. Пурта хурçă хывтарнă. Альш. Сирĕн пек лайăх çынсем умĕнче юрлама чĕлхем вĕçĕ хурçă пулинччĕ. Якейк. Пуçна тимĕр кăшăл çап, чĕлхӳ вĕçне хорçă ху. ЧП. Чăн хурçăран хайчă эпĕ хывтартăм. || . Стальной. N. Кĕркурне урхамахран маттур хурçă ут (трактăр) пама пулчĕç.

хутаç

хотаç (худас’, ходас’), мешок. Изамб. Т. Хутаç, мешок маленький, самое большое в 1 аршин длины. Сред. Юм. Хôтаç, мешок, в который приблизительно пойдет с пуд муки. Янш.-Норв. Çур хутаçа яхăн кĕмĕл тупнă. КВИ. Ылттăн-кĕмĕл çап-çутă хутаç тулли ялтăрать. Ib. Ухмах этем шăлнĕне сăнăпала чиксенех илчĕ укçа хутаçне. Крат. расск. 20. Вĕсем ăна астумасăр чикнĕ пулĕ сирĕн хутаçăрсене. N. Хутаççа (хутаç ăшне) улма тултарнă. ТХКА 81. Тăватă мăйăрне çиеп те, ыттине хутаçа ярап, тет. || Кисет. Панклеи. Алăкра чĕлĕмпе тапак хотаççи çакăнса тăрать. || Сума, котомка. Собр. Ĕçлес килмесен, хутаç çакса кай, теççĕ. (Послов.). Арçури. Хутаç çакса каятпăр, ыйткаласа çӳретпĕр. ТХКА 75. Çав кĕрпене аппа пĕр хутаçах çыхса парса ячĕ мана. || Сумка. Тюрл. Хотаç хăлăплă полать, çăкăр чиксе çӳреççĕ он çине, пысăк мар. Ачач. Шкул хутаççине хул айне хĕстерчĕ те, пĕчченех килелле уттарчĕ. Регули 1115. Хотаçа ятăм; хотаçа хотăм; хотаç шне хотăм. || Ящик на мельнице. Ст. Чек. || Стручок. N. Хутаç-хутаç, пăрçа курсан кăшкăраççĕ тăрнасем. П. Янгильд. Çавăнта пĕрре, пăрçа хутаççи тулсан, пăрçа вăрлама карăмăр. Якейк. Хора хотаç, рожки (фрукты).

хӳ

городить. N. Çӳлĕ хӳме хĕвес тесе канаш тунă. N. Хулана хӳмепе хӳсе çавăр. СТИК. Хӳме хӳнĕ. || Наносить (о снеге). Ст. Чек. Ĕнер нумай юр хӳсе (хывса, е шăлса) карĕ (нанесло). Ib. Çурта юр хӳсе кайнă (занесло). Календ. 1911. Кĕрт хӳнĕ юрсене салатмалла. Кильд. † Аслă вăрман хĕрне кĕрт хӳнĕ. Толст. Хĕлле эскимоссен пӳрчĕсене юр хӳсе каять. Кан. Ванакан тĕлте хăйăр, çӳ-çап хӳмелле, çатан картасем тытса лартсан. См. хыв (надуть, навеять, замести). Хив. N. Хӳ = хĕв.

куç кĕски

(кус' кэ̆ски, -кӧ̆ски), зеркало. Альш. † Нухратăн та çути —кун çути, эпир атте-анненĕн куç кĕски. Ib. † Вуникĕ вунçиччĕлĕх çуттинче эпир атте-анненĕн куç кĕски. Кан. Çав хушăрах куç кĕски айĕн кӳлĕри сурăх курăнса каят. Баран. 19. Вăл куç кĕски пек çап-çутă, яп-яка аякка сарăлса выртать. Ал. цв. 3. Вăл куç кĕские пысăк, çӳлĕ чул çурта пытарнă. || Сетки у пчеляков. Чертаг. Куç кĕски (надевают, чтобы смотреть пчел).

кăвак пĕлĕт

кăвак пĕлт, синева (неба); синее небо; небо. Якейк. Кăвак пĕлт çинче (в небе) кайăксам вĕçеççĕ. Ib. Çăмăр пĕлч кăвак пĕлте йăри-тавра çавăрса. Ст. Шаймурз. † Ылттăн кăвакалин сунатти кăвак пĕлĕт хушшинчен курăнать. N. Вĕсене пĕлĕт çинчи çутăсене (светила) кăвак пĕлĕт çине (на тверди) лартнă пек туйăннă. Т. VI. 16. Çăхан хăçан кăвак пĕлĕте çитсе çуначĕпе çапат, çавăн чухне тин ӳктĕр (т. е. с глаз) Çуппия. Т. П. Загадки. Кавак пĕлĕт çинче çап-çутă кĕмĕлсем йăлтăртатса тăраççĕ. (Çăлтăрсем). Орау. Санăн кĕпе (рубаха) кăвак пĕлĕт пек (небесного цвета). Шорк. Кăвак пĕлт пек çӳлли нимскер (= нимĕскер) те çок, тет; онта нихçан та çитмелле мар, тет; хора пĕлт хăш чохне йăвăçа пернес пекех иртсе каять вăл. Юрк. † Кăвак пĕлĕтсем çинчи çутă çăлтăр, çĕр каçиччен (за ночь) çта çитеш-ши? (чит. çитет-ши?) || Синяя туча. N. Вĕç-вĕç писме, вĕç писме, вĕтĕ юман тăрринчен, кăвак пĕлĕт (синие тучи) хушшинчен. (Из письма). N. † Çӳлелле пăхрăм-тĕлĕнтĕм кăвак пĕлт шунинчен; çĕрелле пăхрăм-хурлантăм çамрăк ĕмĕр иртнинчен. ТХКА 24. Хĕвел çуттине кăвак пĕлĕт хупларĕ. N. † Уйăх çутти мĕшĕн çутă мар-ши? те кăвак пĕлĕт карса илнĕрен?! N. † Уйăх çути мĕшĕн çутă мар-ши? те кăвак пĕлт килнĕрен? ПВЧ. КМ. Вăрман хĕрнчи кăвак пĕлт карĕ пуль вăрман тăршшĕпе.

кăшăл

(кы̆жыл), обруч. N. Пичке кăшăлĕ çап, набивать обручи. Ст. Чек. Пичеке кăшăлĕ (тырă кăшăлĕ). Слеп. Кăшăл = шына. N. Çăка чĕресе кăшăл çапнă. (Çĕрĕ). || Венок. N. Унăн пуçĕ çинче хулăран тунă кăшăл пулнă. Орау. Хĕвел пĕтĕмпех тĕттĕмленчĕ, тавралла анчах кăшăл пек юлса çутатса тăчĕ, варрăнчи пĕтĕмпех тĕттĕмленсе тăчĕ. || Стальная пружина в тулье фуражки. ГТТ. Карттус ăшне кăшăл хунă. || Обечка. Качал. Кăшăл (на мельнице) || Ворох. Н. Седяк. Б. Олг. Кăшăл сурса (= сăвăрса), ан (= авăн) хорăпăр. Шинар-п. Вĕсенĕн вăл вĕремре ашшĕсем анкартинче кăшăл сăвăрнă. Н. Якушк. † Çӳлĕ тусем çинче тулă кăшăлĕ, ан уйăрăр унăн кăшăлне. Изамб. Т. Ыраша сăвăрса пĕтерсен, кăшăлне пĕр çĕререх купалаççĕ те, урапа çине тиесе, кĕлете илсе кайса пушатаççĕ. В. Олг. Кăшăл копи, ворох; кăшăл кĕреçи. Аттик. Тата кăшăл тусассăн, кăшăл перекетне пар. (Моленье). Актай. Чу кайăп, ылтăм та кĕмĕл пулса анăп. (Кăшăл сурни) || Околыш? Тăв. 3. Пуçĕнче çӳлĕ кăшăллă кăвак пустав карттус.

кĕмĕл

(кэ̆мэ̆л, к'ӧ̆мӧл, к'э̃мэ̃л'), серебро. N. † Лапăсем тăрăх шыв юхать, аякран кĕмĕл пек курăнать. Орау. Кĕмĕл пек тасатма пулин, пар, турă (т. е. хлеб, при веянии). N. Вăл япала кĕмĕл пулас пек калаçаççĕ. Говорят, будто эта вещь серебряная. N. Çак çĕрĕсем (кольца) кĕмĕл-и? Сала 363°. Çав ылттăн чашки çинче сым (так!) пыл пур; кĕмĕлли çинче тутлă пыл пур; тирки çинче шерпечĕ пур. Таса кĕмĕл укçи, деньги из чистого серебра (но: таса кĕмĕл укçа — не загрязненные, не грязные серебр. деньги). С. Айб. † Кĕçĕн кĕмĕл кĕпер чĕнтĕрлĕ, чĕнтĕр тăрăх пыраççĕ хăла утсем, кĕмĕл-ылттăн йĕнер çийĕнче патшапа пӳлĕх (написано неясно похоже на. «пумĕх») алли пур. N. † Кĕмĕлех те сулă, йĕс каптăрма, пулсан пулĕ Хусан лавккинче. Коракыш. Эй, качака тусăм, пире кĕмĕлсем сысса парăр-ха (vys'er'it'e nam s'er'ebra. Из сказки) Сĕт-к. † Врене шулчи çаврашки кĕмĕk шушне (= шыв ăшне) ӳкес çок; çын хорланă кĕлетки тин мохтава тохас çок. Юрк. †' Кĕмĕл черкке куçăм пур. N. Çуркунне каç-каç шăнтать те, çуртсем çинчен юхакан тăмласам кĕмĕл туя пек шăнса çакăнса тăраççĕ (о сосульках). || Мелкая серебряная монета; серебряные деньги. Кубня. Така турăм (принес в жертву), икĕ мăйракине кĕмĕл çакрăм, каçар. Скотолеч, 33. Вунă пус кĕмĕл пысăкĕш (величиною с серебр. гривенник). N. Ыттисем те хăйсенĕн хутаççисене салта-салта пăхнă; вĕсенĕн те хутаççисенче кĕмĕлĕсем пулнă. N. Ĕлĕкхи кĕмĕлĕрсене калла парăр: вĕсем ăна (их) астумасăр чикнĕ пулĕ сирĕн хутаççăрсене; || Серебряные украшения у чувашских женщин. Янтик. † Кĕçĕр хĕрсем пит çутă, çын кĕмĕлне çакнăран. Кан. Кăпăр-капăр шур япаласен лупашкинчен туртса кăларса, пĕр кĕмĕлне тăсрĕ. Чураль-к. † Манăн умри (на груди) кĕмĕлĕм Атăл çутти пултăр-и; манăн çири чаршавăм Атăл çи(т)ти, ай, пултăр-и! См. чаршав. Альш. «Кĕмĕлсене тултарас» теççĕ. N. Вăхăчĕ вăхăчĕпе арăмăн кĕмĕлне, тумтирне саклата хуратăн. Букв. 1904. Çап-çутă кĕмĕлне-тенкине çакса тултарнă. ТХКА 91. Хĕрарăмсен кăкăр тулли кĕмĕлсем хĕвел çуттипе йăлтăртатаççĕ. ХЛБ. Чĕр кĕмĕл, ртуть.

кĕнеке пус

то же, что кĕнеке çап.

кĕнеке çаптар

понуд. ф. от кĕнеке çап.

кĕнччелер

(кэ̆н'ц'ц'эл'эр), слабенькая девочка. СТИК. Кĕнччелер, çап хытăрах (авăна)!

тĕп

частица образов. формы превосходной степени. N. Арпус çап-çаврака пулсан та, ун çинче ларакан шăнана вăл тĕп тӳрем пек курăнать пулĕ, тет. Чув. календ. 1911. Çурçĕр енчи, тĕп çурçĕр енчи чи сивĕ вырăна çурçĕрти полюс теççĕ. Кан. Çырмисенче пулă алăпах тытмалла, çĕрĕ тĕп тикĕс, хура тăпраллă. Стюх. Тĕп тĕмеске. Юрк. Пакку çинчен тĕп тĕрĕс пĕлтĕм (точно узнал). Толст. Пĕр кĕрепенке тĕп тĕрĕс касса ил. Орау. Тĕп тĕрĕс, как раз. Изамб. Т. Укçана шутласа пăхрăм та, тĕп тĕрĕс (все целы). Юрк. Çăварĕнчи шăлĕсем пурте тĕп тĕрĕс пулнă. Ал. цв. 28. Çак пурне те хăратса тăракан тискер сăнăмпа эпĕ ĕнтĕ тĕп тĕрĕс вăтăр çул пурăнтăм. Якейк. Текерлӳ çăмарти тĕп тĕрлĕ. Ib. Тоттăра тĕп тĕрлĕ шăтарнă. Ib. Уйăра тĕп тĕп-тĕрлĕ кĕтӳ çӳрет. В. Олг. Тĕп тĕрлĕ йĕм. Панклеи. Кайăк тытас килет-и сан, çав чăршă тăрнче вакша тем чохлех, тет. Кайса пăххăрм та, чăнах вакша тĕп тĕрлĕ йывăç тăрнче. КС. Пăшал паллине тĕп тĕрлех тунă (тивнĕ, много дробин попало). N. Пĕрик эрне хушшинче уя тĕп тĕрлĕ çĕмел лартаççĕ. Paas. Тĕп тĕттĕм, совсем темный. N. Çанталăк тĕп тĕттĕм пулчĕ тăчĕ. || Совершенно, окончательно. Собр. Тарçа-тĕрçе шанакан хăрах куçсăр пулнă; ывăла-хĕре шанакан тĕп куçсăр пулнă, терĕ. Б. Хирлепы. Тарçа шаннă, хăрах куçсăр пулнă тет, улне-хĕрне шаннă, тĕп куçсăр пулнă тет, терĕ. Трахома. Çапла чир ик-виç çулта çынна тĕп суккăрах туса лартать. N. Тĕп суккăрри пулмасан, куçĕсем пăсăлса çӳрекенсем те пулин пур, тет. N. Халăха кирлине тĕп татса çырайман.

чыш

тыкать, толкать. А. Турх. Вăл мана йĕппе чышрĕ (ткнул). Пшкрт. Çĕçĕпе чышас, ткнуть ножом. Изамб. Т. Тĕнĕре калаçни илтĕнсен турчăкапа чышса çапла калăр... ПТТ. Çапла (патакпа) чыша чыша антарса хĕрĕх витре шыв пĕр те сарăлса каймас, мĕн яни пур те тупăках анса каят. Альш. Карчăк чĕнет чĕнет те, йĕппе чышма хăрат, уласа йĕрет, тет. N. Пӳрт алăкĕнчен тухнă чух пӳрт алăкне виç хут тупăкпа чышаççĕ. Еково. Пуçне чышать. Тычется головой (лошадь). Шел. 76. Юпасене... шыв тĕпнелле чышаççĕ (втыкают). || Тыкать кулаком, ударять, бить кулаками. N. Чыша чыша яраççĕ. КС. Чыш чышкăпа, бить кулаком (çап не говорят). Ашшĕ-амăшне. Кĕркури каланă: çитĕ ĕнтĕ, хăна пултăм (погостил), ĕнсерен чышса хăваласа кăларса яни кăна çук ĕнтĕ, тенĕ. Изамб. Т. Аяк пĕрчинчен чышсан ыратат, Çĕнтерчĕ 21. Сĕтеле чышса ан калаç. ТХКА 16. Пирĕн ял претçетаттĕлĕ пĕркун пухура Çмирнов Михалине сĕтеле чыша чыша вăрçать. Бур. Лешĕ ăна илтнĕ те, пырса чышсах антарнă. || Набивать (мешок). N. Акă тухать чӳшекки, улăм чышса тунăскер. Тюрл. Чыш, набивать (мешок). ГТТ. Мăкăсене те чышман. Баня не пробита. Вĕлле хурчĕ З2. Вĕллесене икĕ стеналлă, хушшине япала чышмалла, е тачка хăмаран пĕр стеналлă тăваççĕ. || СПВВ. Чăпта чышас. ЧП. Чышса пăрахнă чăпта.

чулкăштар

знач. не дано. Могонин. Вăл (вĕре-çĕлен) çапла çӳрет: хĕвел ансан тĕттĕм поличчен таçтан тухать те, хăва вут пек хĕп-хĕрлĕ, çап-çутă хĕм тăкса уй урлă, ял урлă, чулкăштарса каять вара. (Юмахран).

чĕвĕл

звуки, издаваемые птицами. ЧП. Ай чĕвĕл те чĕвĕл хура чĕкеç, кĕр каять те çур килет. Ах, черная ласточка-щебетунья, улетает осенью и возвращается весною. Образцы 2. † Чĕвĕл-чĕвĕл çерçисем, çап айĕнче вăййисем.

хĕвел

солнце. солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çул тӳпене хăпарать. Пазух. 92. Хĕвел хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. Дик. леб 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. Ib. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. Ib. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... КВИ. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. N. Хĕвел анчĕ ту айне. N. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. N. Пĕр пĕлĕт çук, хĕвел çунать. А.-п. й. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. НР. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на горку за созревшей на солнце ягодой. ГФФ. Ашшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать. Ib. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. Абыз. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввине хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. Оп. ис. ч. II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. N. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. Баран. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ТХКА. 108. Хĕвел тухас пек, çанталăк çуталать. Ib. Хĕвел чылай çӳле улахрĕ, хĕртсе пăхать. Шурăм-п. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. N. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. N. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. N. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. Чув. пр. о пог. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодио. Ib. 42. Хĕвел хĕртсе пăхсан... Если солнце печет... N. Хĕвел витĕр (пăхвă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еще дождь будет. Вопр-Смоленск. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çамăр пулать. Панклеи. Хĕвел те пĕлĕт айнех полчĕ (зашло за облако). С. Алг. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. N. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. Якейк. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. Ib. Эс çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. Ib. Ĕнер конăпех хĕвел пăхрĕ. N. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? N. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çута. В комнате светло от солнца. N. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. N. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. N. Мана хĕвеле тохма йорамасть. N. Хĕвелте çӳреççĕ. N. Старик хĕвеле ларчĕ. N. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тапратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. N. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. N. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. N. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. N. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). N. Тĕкĕрпе хĕвеле ак вылят (не пускай зайчиков). N. Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел аксан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать тийĕр, тенĕ, тет. N. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. Мусирма. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. N. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). N. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). Н. Карм. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. Ст. Чек. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрат. Тюрл. Хĕвел аякка сулăнсан... Когда прошел полдень... Хурамал. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. N. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ЧП. Пулă çакрăм хĕвел. Изамб. Т. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленчĕ. N. Хĕвел йăлт (кăшт — если дольше) пăхрĕ те пĕлĕт айне кĕрсе кайрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылось. N. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я). Юрк. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. N. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. N. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулать, теççĕ. N. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан çумăр пулать, теççĕ. N. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. N. Пирĕн тĕлтен Хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). N. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. N. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. N. Вара отсан-отсан хĕвел анса карĕ. Н. Лебеж. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. N. Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен... N. Хĕвел инçе карĕ. N. Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. Кан. 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. N. Хĕвел виттĕр пăхни. N. Хĕвел тохсан тин... Микушк. Ирхине Хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). Торп-к. Карăнтăк виттĕр ылтăм туя кĕрĕ. (Хĕвел). N. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелпе ялтăртать. N. Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. N. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. N. Хĕвел ăшă пăхать. N. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ГТТ. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. N. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. N. Йĕрекен ачана култарас тесе: „Хĕвел пăхать“, теççĕ. N. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). Никит. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. N. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. Сред. Юм. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывается за облаками). N. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). N. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. N. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. N. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. N. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. N. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. N. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. N. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. N. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. N. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорят, когда уверены, что он не может этого сделать). N. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывает, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. N. Хĕвел кăнтăрлаччин вăкăрпа чупать, тет, кăнтăрла иртсен, карсакпа чупать, тет. N. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, „хĕвел карталаннă“ теççĕ. N. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йăвăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). N. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. N. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. N. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. N. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. N. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек куранаççĕ. СТИК. Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). Ib. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. Ib. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). N. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: „Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил“. N. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран варалаша çинче, кантăрларан вара — кайăк çинче. N. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). Янтик. Эп вăхата хĕвеле пăхса пĕлеп. N. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. Изамб. Т. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. N. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). N. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. N. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. Артюшк. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тавăттăм. Собр. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. Н. Карм. Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). N. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла пит хĕртет. ЧП. Хĕвел пăхрĕ — типĕтрĕ. N. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. N. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел N. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. Лобашк. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). N. Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). Синьял. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантак). Сятра. Вутсăрах çунать, çунатсарах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). Альш. Çула хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. N. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). N. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). N. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). N. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. N. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. N. Хĕвел шăвать. Кив-Ял. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). Нюш-к. Иртсе пыракан çын пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. N. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). Курм. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. Аттик. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. N. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çăмăр е юр çăвать), теççĕ. КС. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). Трхбл. Хĕвел пирĕн йĕтем пысăккăш, тетчĕç ваттисем. N. Хĕвел пит хĕртет. N. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). N. Паян эп тăрсассанах хĕвел тухрĕ. Красн. Горка. Хĕвел питĕ хытă пахать. Сĕт-к. Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. Магн. М. 63, 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори. || Клятва. Ст. Чек. Хĕвел, илмен эп ăна. Сред. Юм. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). Орау. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, апла та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен? — Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

шартлаттар

понуд. ф. от шартлат; хлопать, щелкать, хлестать (бичом, кнутом). N. Мархва алăкне шартлаттарса хупнă та, нимĕн каламасăрах кĕрсе кайнă. Ст. Чен. Шартлаттарса хупнă = хыта сасă: шарт! тутарттарнă. Чĕлкаш. 12. Алă пӳрнисене вăл темĕншĕн шартлаттарнă. КС. Кашкăр шăлне шартлаттарса ларать. Ib. Вăл шăлне кашкăр пек (гневно) шартлаттарать. Б. Яныши. Пĕр ачи мана хырăмран вăрăм пушăпа шартлаттарса та ярчĕ. Сред. Юм. Чăпăркка шартлаттарсан, таçта çитиччин çорса каять. Ib. Кĕтӳ чăпăрккине шартлаттарсан, кайран та чăпăркка сасси çырмасенче илтĕнсен: çорса кайрĕ, теççĕ. || Шаркнуть. Чĕлкаш. 46. Пăшалпа та шартлаттарма ӳркенмĕç. Пожалуй, и из ружья шаркнут. || Пинать, лягать. ЧС. Шартлаттарса тапса яратчĕ. N. Шартлаттарса тапса ячĕ. КС. Лаша урипе шартлаттарса ячĕ. Шорк. Ан пыр лаша котне, пĕрре шартлаттарса ярсан. А.-п. й. 52. Кашкăра пĕрех шартлаттарса тапса ярать (кĕсре). Ib. 70. Хура ĕне пуян арăмне пĕрех шартлаттарса тапса ярать. Чиганары. Качака чопса пырчĕ те, шăлĕнчен шартлаттарса ярчĕ те, кашкăр çавăнтах йăваланса карĕ, тет. || Баран. 49. Сасартăк çиçĕм çап-çутă çиçсе, шартлаттарса аçа çапнă. || А.-п. й. 30. Тытăнчĕç хайхисем хире-хирĕç мăйракисемпе шартлаттарса вут чĕртмешкĕн. || N. Малтан пĕр урине шартлаттарса хуçса илет, кайран тепĕр урине те. || В переносн. знач. Кан. Хут хыççăн хут, приккас хыççăн приккас шартлаттарать (издает приказ за приказом). Ib. Татах пуять те, Çĕпĕре тухса шартлаттарма хатĕрленет (готовится отправиться в Сибирь).

шатăр

подр. грому. ЧС. Унччен те пулмарĕ, аçа шатăр-шатăр туса çапрĕ (ударил гром). Орау. Аслати шатăр-шатăр, шатăр-шатăр турĕ те, таçта çапрĕ те. Мижули. Çав вăхăтрах аслати шатăр-шатăр-р-р! тутарать. Торваш. Çав тĕлтех йĕри-тавра çап-çутă пулчĕ те, аслати шатăр-шатăр шат! тутарчĕ. || Подр. треску. СТИК. Пĕчĕкçĕ пăр икĕ пысак пăр хушшине пулсан, шатăрр туса саланат. Альш. Шатăр-шатăр тунăçемĕн шалалла чик (хвост в прорубь). Ib. Хӳри сивĕпелен шатăр-шатăр туса шăнать, тет. Ib. Хӳри сивĕпе шатăр-шатăр туса шăнать пăр çумне. N. Хӳри пăр çумне шатăр-шатăр туса шăнать, тет (у волка). Букв. 1904. Кашкăр туртăнчĕ, туртăнчĕ, тет те, хӳри шатăр! турĕ, тет. КС. Унтан патакне туртса илтĕм те шатăрах хуçса парахрăм. Ау 42. Унтан тияккăнĕ улăхса ларат, шатăр-шатăр тутарса ларат, тет. || Сред. Юм. Ôрайне нăмай кантри (= кантăр вĕрри) пăрахса таптасан, шатăрр! шатăрр) тăвать. || КС. Ула-кайăк сăмсипе йăвăçа шатăррр! тутарать. || N. Пăшалĕсемпе çавăрса илнĕ те, шатăрр тутарчĕç (залп ружеЙ). || Употр. в сочетании: шăтăр-шатăр. См. МКП, 91. || Совершенно. N. Çанталăк шатăр типĕ тăрать (совершенно сухо). Этем йăх. еп. пуç. кай. 5. Ăшă енче чылай çĕрте çанталăк çапла улшăнса пырать: малтан шатăр типĕ тăрать, унтан вăйлă çăмăрсем пуçланаççĕ. Ib. 5. Шатăр типĕ тăнă чух тискер кайăксем, кайăк-кĕшĕксем, хурт-кăпшанкăсем сулхăна пытанаççĕ.

шыв

(шыв), вода. НР. Атăл шывне ăсмашкăн çутă витре кирлĕ мар. Чтобы зачерпнуть волжскую воду, светлого ведра не нужно. Хурамал. Шыва ярсан, кĕмĕл ирĕлмĕ. Если пустить в воду серебро, не растворится. Ib. Шанкарчă чĕппи шыв ĕçнĕ чух хура пуллăн мĕн ĕç пур. Когда молодой скворец пьет воду, какое до этого дело рыбе? Шурăм-п. Урапа çине шыв пички лартса чуптарать. О сохр. здор. 68. Шыв тĕрлĕ пулать вăл. Ib. 71. Шыва таса тăратас пулсассăн, унта тислĕк, çӳпĕ-çапă, вилĕсем такасран чарас пулать. Ib. 69. Шывран тислĕк шăрши, кӳкĕрт шăрши, çĕрнĕ шăршă кĕрет пулсан, вăл шыв аван мар пулать. Чутеево. Шыв чечеке ларнă. Орау. Шывне виçĕ хутчен те улаштарса чӳхерĕм-çке, çапах та тасалман. Альш. Шыв çинче пĕлĕт курăнат (отражение неба). ГФФ. Калтăр-кăлтăр кăвакарчăнне, кăвакарчăнне, вăл шыв çине лармасăр, лармасăр, эпĕр çона çинчен анас çок. Пока голубь-воркун не сядет на воду, мы с саней не слезем. Трхбл. Чей куркинчи шыв çине виçĕ кашăк эрек ятăм. N. Пилĕк таран шыв çине пултăмăр. N. Пура çине шыв каять. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водой. Капк. Юр ирĕлнипе кӳлленчĕк пулнă. Кĕрсе кайсан калушна шыв илĕ. А.-п. й. 74. Вершник çине улăхма тăрсанах, Ваçлей такăнчĕ-ӳкрĕ те, салатне веçех шыва тăкса ячĕ. Когда он ступил на плотину, споткнулся и упал. Пуловка с солодом покатилась в воду. Ib. 74. Ваçлей нимĕн тума аптранипе пĕр патак илчĕ те шыва пăтратма пуçларĕ. Василий не знал, что ему делать. Затем взял палку и стал помешивать воду с солодом. Ib. 74. Аха, шыв сăра пекех пулчĕ иккен-ха. Ого, вода густеет, как пиво. Сред. Юм. Шывва чăм, нырни в воду. Ib. Шыв ĕçе-тăркача ман паян саççим хырăм кӳпсе кайрĕ. Орау. Ĕçес килсех ĕçетни эс вăл шыва? Сред. Юм. Шывву полин ĕç ху çав таса марскере. Орау. Шыва выç-варла ĕçсен, чĕрене çиять. ТХКА 108. Шыв ĕçсен, йысна шыв хĕрне чăркуçланса ларчĕ те, курăк татса илсе: эпĕр ĕçмен, вырăспа майра ĕçнĕ, тесе, шыва пĕр курăк пăрахрĕ. Альш. Шыв уланă — çын шыва кайса вилессе, çын чĕрене илессе. ГТТ. Шыв чакнă, шыв ӳснĕ, шыв тапраннă, теççĕ. КВИ. Пирĕн çырман шывĕ чакнă. Орау. Çул айяккисене шыв туха пуçланă. Ib. Çул аяккисенче шыв кӳленсе тăра пуçларĕ. N. Иртнĕ çул çуркунне Атăла шыв питĕ тулчĕ. Хурамал. Кăçал çурхи шыв пит шеп юхрĕ. ГФФ. Çорхи те шывпа йохса та кайнă полсассăн... Кабы я уплыл с вешней водой. Хурамал. Сиксе-сиксе шыв юхсан, çыранĕсем епле тусет-ши? Когда волнуясь течет вода, как это только выносят ее берега! Тайба-Т. Шыв çисе пынипе çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айне пулнă. Когда берег от размывания водой обрушился, то столб очутился под водой. Абыз. Сарай айăнь шыв юхать. Под сараем протекает вода. Ст. Чек. Шывĕ юха пырат, пăрĕ шăна пырат. (Пир тĕртни). N. Шыв пит вăйлă карĕ. N. Çуркунне шыв кайсан... Красн. Горка. Пĕчикçĕ ачасем тимĕр кĕреçемпеле шывсене (воду в разных местах) пĕвесе çӳреççĕ. N. Шыв иртсен... Альш. Этремел хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Шыв, иртсе кайсан, унта питĕ аван курăк персе тухать. N. Кайран, шывсем юхса пĕтсен, пĕтĕм уйсам, çарансем, вăрмансам симĕсленме пуçлаççĕ. Ау 389°. Шыв ӳкмесĕр çырне ан хыпала. N. Шыв йăрлатса юхать, тонкою струей. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. Юрк. Анатра арман авăрат, шыв сассипе чулĕ çаврăнат. Собр. Çын вилли вăл пит шывшăн çунать (жаждет), тет. Ала 14°. Тепĕр кайăкĕ калать: эпĕ те çавă патша çинчех шывсăр типĕтсе усратăп, тет. Кн. для чт. I, 15. Шывсем типнипе çынсем шывсăр виле пуçланă. Букв. 1886. Вара шыв шыран. Юрк. Ирĕксĕр çын пуссине шывшăн çӳрес пулат. Макка 30°. Арма (= арăма) шыва кăларнă. Жену за водой послал. Артюшк. Çав шыв хĕррине пĕр хĕр шыв илме аннă. N. Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Хурамал. Çинче пилĕк йилене тăхăнсассăн, кĕвентелесе шыва каяс çук. Если надевешь бешмет с тонкою талией, то не пойдешь с коромыслом за водой. Ромс. 29. Амăшĕ шыв патне тухса кайнă. Ib. Шыв панчен килсен, люшкисене йăпăр-япăр уçса пăрахнă. Кан. Икĕ хĕрарăм тĕл пулчĕç. Пĕри шыв кӳме каять, тепĕри шыв кӳрсе тавăрăнать. Н. Седяк. Кĕлетрен тухсан, çĕнĕ çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ (за водой). Ала 67. Тата çĕнĕ çыннăн упăшки хапха умне тухса тăрать шывран таврăннă çĕре. N. Шывран килтĕм. Ходил за водой. Изамб. Т. Лаша урине шыв ансан, лашана шывра тăратаççĕ. Сред. Юм. Лаша ôрине шыв аннă (опоили). Ib. Лашава шыв антарнă (опоили). Ib. Лашана шыв лектернĕ (опоили). Ау 8°. Лаша калать: çĕртен каяр-и, çӳлтен каяр-и, шывран каяс-и, тесе каларĕ, тет. Трхбл. Ку чечексене шыва лартас пулать. Ib. Чечексем шывра пĕр эрне ларса та шанман. Орау. Пирĕн сӳс-кантăр шыврах выртать-ха кăçал халчченех. Кан. Ытла та ӳсĕмсĕр ĕç вĕт вăл: кантăр пусине тат, типĕтсе çап, шыва хут. Янш.-Норв. Çын шывра ишнĕ чухне аллисемпе яра-яра ишет (перебирает). N. Вакран шыва янă. N. Утăсем, пĕтĕм тырă пулă — пурте шыв айне юлса çĕрсе пĕтнĕ. N. Кимĕ туса шыва янă (пустили в воду). Зап. ВНО. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан курăнмĕ. (çу). Ib. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан çĕрмĕ. (Кăмрăк). Т. Григорьева. Шывăн турат çук, вутăн алли çук, теççĕ. N. Шывран таса пулма çӳретĕн. Нюш-к. Шыва хирĕç çил вĕрсен, çăмăр пулать, теççĕ. С. Тим. Шур Атăлта пулă ишет-çке, çунаттине шыва хумасăр. N. Эпĕ çитнĕ çĕре теплушкана (помещение для сторожей при пожарной машине) шыв тунă: шăпăр-шапăр тăвать (течение струи) шалта çĕр урайĕнче. Орау. Тăнсам! пĕтĕм пӳрте шыва янă! Болваны! всю избу залили водой (дети). N. Нассус пырши шăтсан, шăтăкран шыв шаркаса чуптарат. Кĕпçене çĕре пăрахсассăн, шыв шарлатса чупат. Сред. Юм. Пĕчик çӳхе чôла шыв çинелле вирлĕ аялтан утса ярсан, çав чôл чалт! чалт! тутарса шыв ĕçсе каять. КС. Шывпа пĕрĕхтереççĕ (прыскание). Никитин. Хурсем каçпа ларакан вырăна тараса чакалас пулать; унта шыв час тухать. Хурсем шыв пур вырăна анчах çĕр каçма лараççĕ. || СТИК. Айлăм çĕрти купăстана шыв сапма юрамаст — шыва ларат. Купаста шыва ларсан, вăл начарланса юлат. Шыва ларнă çаранти курăк та сайраланса юлат. Магн. М. 59. Шыва лар. || Альш. Сăмаха шыв пек юхтарат. Ст. Яха-к. Çак кĕлле ăстарик шыв епле юхать (плавно), çавăн пек пĕр такăнмасăр хăвăрт каласа тухать. ТХКА 13. Пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать, картинсем тума вĕренсе кайнă. N. Утни-юртни сисĕнмест, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Чăв. й. пур. 10°. Çапла тусан вара лашисем шыв пек кайнă. Сред. Юм. Посса кайса пăхса çӳрерĕм те эп, ôрпасĕм шыв пик йôхса лараççĕ вит (хороший урожай). Альш. Ачанăн варвиттне кайнă, шыв пек юхтарат. || N. Ăна пĕр кашăк шывпа ĕçсе ярăн (говорят про красивую девицу). || Кан. Пĕр 10 пин тенкĕ шывпа юхрĕ. Шурăм-п. Çулла хăйă хăшĕ пĕртте çутмаççĕ: укçана шыва пăрахмастпăр, теççĕ. Ib. Вĕсем ĕмĕрне те хăйсен юлташне шыва пăрахса хăварас çук (не оставляют без помощи). Орау. Çын хăйне хăй шыва пăрахмасть (не топит сам себя). Капк. Хамăр хурăнташа шыва ярас çук вĕт, терĕм (не выдам, не предам). || Букв. 1908. Маруçăн улма çиесси килнипе çăварĕнчен шыв килнĕ. Сред. Юм. Çинине корсан, çăвартан шыв килет. || Чăв. й. пур. 5. Хăйĕн сăмсинчен тапак туртнипе сап-сарă шыв юхса çӳрет. || Буин. Шывпа пĕрлех килчĕ. Ребенок вышел из утробы матери вместе с водами. N. Малтан шыв кайрĕ (перед родами), ача типпе юлчĕ. Ача умĕ килчĕ, ачи çуралчĕ. || Сок. Шурăм-п. Карта патĕнче хурăнсем те пур. Çуркунне вĕсен шывне ĕçме юрать. || Сыворотка. Изамб. Т. || Пот. Альш. Икĕех те шурă та халь ут юртат, тилкеписем тăрăх та шыв юхат. Ала 63°. И, хир-хир урлă килтĕмĕр, çĕлен пек ута шыв турăмăр. N. Лашисем пĕтĕмпе шыва ӳкеççĕ, ачисем çапах çӳреççĕ. Мусир. Хура шатра Иваншăн хура шыва ӳкрĕмĕр (сильно вспотели). N. Тарласа шыва ӳкнĕ. || Слезы. Альш. Çакăях та тăвансем асма (= асăма) килсен, икĕ хура куçăмран шыв юхат. Собр. Куçран куçа пăхсассăн, икĕ куçран шыв килет. || Дождь. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв çăват, чӳрече витĕр курăнать. (Хĕр йĕри). || Река. ГФФ. Кăвакал ишет шыв тăрăх. Утка плывет по реке. Хурамал. Хурĕ каланă: „Ну эпĕ çурт лартап-и? Эпĕ аслă шывра та хĕл каçăп“,— тенĕ. Ib. Аслă шыва кĕтĕм ăшăк тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур тесе; ĕнчĕ куçлă çĕрĕ шыв çути, эпир атте-аннен куç çути. Вошел я в большую реку, думал, что мелко, думаль что есть там перстень с жемчужным камешком. Перстень с жемчужным камешком — свет реки, и мы у отца и матери — свет очей. ЧП. Пирĕн пӳрт аяккипе мăн шыв юхат. Тораево. Ĕçтерсе ӳсĕртсе пичĕкешне хупса икĕ пуçне питĕрсе мăн шыва кайса ячĕç, тет. Янорс. Вара эпир Атăл хĕрне çитрĕмĕр, кунта эп Атăл шывне куртăм. Хурамал. Ăлăхрăмах çӳлĕ тусем çине, антăм-ĕçке Самар шывĕ çине. Поднялся я на высокие горы и спустился на реку Самарку. Альш. Самар шывĕ юхат вирелле, сар хăмăшсем тайлаççĕ шывалла. Эпир çур. çĕршыв. 24. Шăматран иртсессĕн çул Вылă шывĕ урлă каçать те, уй тӳпинелле каять. Сюгал-Яуш. Пĕр çын шывра луткăпа пулă тытса çӳрет, тет. N. Вăл шыва пĕрте шăнма памаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кермансене килме питĕ чарса тăрать, вăл шыва пĕрмаях тупăпа персе ватса тăраççĕ. Çулла çав шыв патне çитеччен пĕрмаях çĕмĕрсе килчĕ. Баран. 119. Çăва тухсан, пысăк шывсемех ăшăкланса юлаççĕ. С. Айб. Шыв урлă каçаракан сан патна пырса шыв урлă каçарнăшăн санăн аллуна ыйтĕ. Альш. Пилĕк пĕрчĕ хăмăшпа çул килтĕм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа шыв каçрăм, каçсан та урам йĕпенет, каçмасан тăванăм ӳпкелет. N. Хура шывсем юхат вирелле. || Назв. божества. N. Вăл мĕн калать хăй патне пыракансене: эсĕ çава çырмари шывпа питне çунă та, çанти шыв тытнă, тет. Бгтр. Кĕрĕк ăçта çул çинче шыв ĕçсессĕн, çав шыв ан тыттăр, тесе: эпĕ ĕçмен, пĕр вырăспа пĕр майра ĕçнĕ, тесе, шыв çине кирек мĕн сапса хăварнă. N. Тата шыва çав хурантанах чӳклеççĕ. С. Алг. Шыва мимĕр (толокно).

шутле

шутовски, смешно. См. шӳтле. Утăм. Ыр сунан анне, уншăн ан питле, çамрăк вăхăтра пулнă эп шутле. Шахаз. Алăк патне пăхма та çук шутле, çап-çутват.

шăршă

то же, что шăрш, запах, вонь. N. Чечексен шăрши, запах цветов. КВИ. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. Ачач. 57. Тимуш тула тухрĕ. Уйăх курăнмасть. Çăлтăр куçĕсем анчах çап-çутă йăлтăртатаççĕ. Ăшă çур шăрши çаплах сăмсана перет. Баран. 89. Çил çав енчен çаврăнчĕ, сăмсана тĕтĕм шăрши килсе кĕчĕ. Череп. Ĕнек шăрши кĕре пуçларĕ. Запахло горелым. К.-Кушки. Ку супăнăн шăрши веç пĕтнĕ. Это мыло потеряло весь аромат. Янтик. Ма пит нумай ĕçнĕ-ха эс: пĕтĕм эрех шăрши çурать санран. СТИК. Ай-ай санран тапак шăрши çапат сывлама çук. Утар. Сăра шăршипе пуçĕ çавăрăна пуçланă (от опьянения). N. Çу шăрши тухрĕ. Выçăхакансем. 8. Çăкăр шăршипе çăвара шыв килчĕ, аптăранипе сĕлекене чăмласа ларатăп. Ст. Яха-к. Çăварни кун ирех пĕр-пĕр ял виттĕр тухса каяс пулсассăн, пĕтĕмпех кашни пӳртрен икерч шăрши кĕрет. N. Пĕр-пĕр çĕнĕ савăта малтан мĕн япала шăрши çапать, аван шăршăлли-и, усал шăршăлли-и, çав шăршă кайран та час тухса пĕтмест. Ст. Чек. Эп ним шăрши те туяймастăп. Я не чувствую никакого запаха. Ib. Шăршă туяймастăп (плохое обоняние). N. Тата савăт питĕ нумай, çав савăтсенчен питĕ шăршă сарăлса тăрать. ГТТ. Вилес çыннăн виçĕ кун малтан шăршă килет, тет. О сохр. здор. Тумтире тасатах тăмасан, вăл хураласса та хуралать, тата нумайччен тăрсан тумтиртен шăршă кĕрекен пулать. Изамб. Т. Унăн шурă чечекĕсенчен пит тутлă шăршă килет. Орау. Тата пур йăвăçсем те çăвăлçă кăларса аван шăршă сарса тăраççĕ. || В переносном значенни. Орау. Анчах çирĕм тенкĕллĕх тыр сутса килтĕм, пĕр эрне хушшинче укçан шăрши те юлмарĕ. Хурамал. Лешсен вара шăрши те пулман (слуху и духу не было). || Обоняние. Пшкрт.

шăтар

понуд. ф, от гл. шăт; проращивать. N. Вăрлăх шăтарни, проращивание семян. Виçĕ пус. 8. Анчах пирĕн хресчен çынни хăй акса шăтарнă тырă-пулла пăхса, ăна кирлĕ апат çимĕçсем парса ӳстерме пĕлеймест. Собр. Купăста вăрине шăтармасан, купăста туни хулăн пулат. ТХКА 76. Купăста хамах шăтарса лартрăм, ăна ир те, каç та шыв сапап. Б. Олг. Мăкпала хăяр шăтарас. Чхĕйп. Вăрлăха кирек ăçта аксан та, çĕр çавах шăтарса кăларат (земля заставляет его пустить росток). || Продырявить, выдалбливать, просверливать, пробуравливать, прокалывать, пронзить. Букв. 1900. Тумла та тумла-тумла чула шăтарать. Изамб. Т. Алăкне темиçе тĕлтен çап-çаврака шăтарса тухнă, тет (молния). Ib. Çавăнтах тата çăмарта шăтарса яраççĕ. Тут же выпускают яйцо. БАБ. Мăйĕнчен шăтарса пĕр витре юн юхтарса илчĕ тет. Рекеев. Ах ачам, ачам! Пуçна шăтартăн! (прошаб). N. Коçне çапса шăтарнă сорхори сăри ĕçнĕ çĕрте. Эльбарус. Пĕр шĕвĕр патак тĕл полса таçтан шăтарса пăрахать поль тесе анчах йăваланса анатăп. Панклеи. Ача тӳшекки çине пырса алипе посса пăхнă та, он алине шĕвĕр шăнă виттĕрех шăтарса кăларнă. N. Курăк тымарĕсене шăтарса кăларма. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм ыттисенчен иртсе шăтарса кĕрсе выраççĕ. || Альш. Мĕн пит шăтарса пăхатăн. Что ты уставился? Икково. Мĕн шăтарас пек ман çия пăхатăн? (уставился). N. Кашни салтака шăтарас пек куçран пăхать. Ядр. Ай, çырлахах, карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ, вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. N. Çамрăксем хĕрсен куçне шăтарасла (шăтарас пек) вăкăр майлă пăхса лараççĕ. || N. Тен шăт шăтармалла та выляни.

шăтăк

щель, отверстие, дыра; нора, берлога. Капк. Алăка питĕрнĕ. Ăçтан кĕме пултарĕ-ха? — Шăтакран.— Мăн чĕрчун кĕмелĕх шăтăк пулсассăн, пирĕн хваттер сивĕ пулĕччĕ. Сивĕ мар-çке! А.-п. й. 68. Кĕлет алăк айĕнчи кушак шăтăкĕнчен шăвăнса кĕчĕ, тет те, шалалла, çăвăх ырçи ăшне кĕрсе ларчĕ, тет. N. Ман кутăм çап-çутă. (Кĕмĕл шăтăкĕ). N. Кăмака шăтăкĕ, печурка. Орау. Манăн халь те пыр шăтăкĕ тулчĕ ĕнтĕ, урăх анмасть. Мне уж в глотку не лезет. N. Çанă шăтăкĕ, пройма. N. Вал шăтăкĕ, вĕрен шăтăкĕсем, вĕт кĕрпе шăтăкĕ, кĕрпе сăмсипе хывăх шăтăкĕ, кĕрпе çăнăхĕ шăтăкĕ, кĕрпе шăтăкĕсем, çил шăтăкĕ, çу ямалли шăтăк, вăта çĕрти чул шăтăкĕ, хывăх шăтăк, шултăра кĕрпе шăтăк — кашта шăтăкĕ, шăрт шăтăкĕ. Якейк. Çĕлен шăтăка çимен конче кĕрет. Оп. ис. ч. 1. Ку шăтăк çĕлен пурăнаканскерех-ха. Это, смотри, змеиная нора. А.-п. й. 61. Çĕлен-калтасем, ниçта кайса кĕреймесĕр, ăçта шăтăк пур, çавăнта кĕре-кĕре пытанаççĕ. Ib. 14. Акă пĕррехинче вăл хăй шăтăкĕнчен тухрĕ те, кама та пулин хирĕç пулмăп-и-ха тесе, вăрманпала утса çӳрет. Ib. 19. Ула йытă малтанах хăйĕн çĕвĕ тусне упа шăтăкĕ патне ертсе кайрĕ. Лап-к. Çитсен кашкăр шăтăк турĕ, тет, сат картине. А.-п. й. 34. Аякрах та мар пыракан тилĕ вăшт! анчах чăмать пĕр шăтăка. Ib. Пăхаççĕ: сăвăр шăтăкĕ. Пуçлаççĕ хайхисем чавалама çак шăтăка. 93 çул 80. Ăна хăма çине хунă, пуçне мăй таран шăтăк ăшне чикнĕ. Могонин. Çырмасене, шывсене, шăтăксене, тăвайккисене усал илнĕ. N. Витĕр-витĕр темиçе шатăк пулса пĕтрĕ. Янтик. Шăтăк аяла аннăçеммĕн тăвăрланать, çӳлелле ухнăçеммĕн (= улăхнă çемĕн) аслăланать. П.-Пинерь. Шухăшламасăр: тарăн шăтăка тухăп, тесе, ан сик. Н. Лебеж. Шалçине лартрăм, шăтăкне туртса илтĕм. (Загадка). N. Çӳлте те шăтăк, тĕпĕнче те шăтăк, варринче вут. (Сăмавар). Орау. Ку шăтăка тултарса тӳрлетĕр. Заровняйте яму. Ib. 37. Пырать пĕр хăмăр тилĕ йăпăртатса вăрманпа. Ун çулĕ çине сунарçă шăтăк алтса хунă пулнă. А.-п. и. 77. Пĕр йăвăç тĕмĕ айне пысăк шăтăк алтрĕ те, арчана тĕртсе йăвантарса ячĕ. Выкопал яму под одним деревом и скатил в нее сундук с нуждой. Орау. Нушникĕн шăтăкĕ питĕрĕннĕ те, çӳлтен юхса анакан шыв аялти хутри хăваттирсене тухса пĕтĕмпе шыва янă. || Могила. ТХКА 73. Анне мана: ачам, эпĕ вилеп, ман шăтăк çинчи тăпрана пырса тӳрлет вара эсĕ, тет. КВИ. Вилнисене пуçтарчĕç. Шăтăк чавма тытăнчĕç. В. Олг. Шăтăк алтма каятăп. ЧС. Çутăлсан вара хăшне шăтăк алтма ячĕç, хăшĕ тупăк тума тытăнчĕç. || „Преисподняя“. Кан. Шăтăк тĕпне анса каях хăвăн кавалериюпа. В. Олг. Таста шăтăкра порăнат вăл. N. Укçасăр манăн çта шăтăка каяс-и? Ск. и пред. чув. 46. Ăçта шăтăка тарчĕ Микита. Юрк. Пĕчĕкçĕ кăна пуркăм пурччĕ, илсе кĕрсен акă çакăнта хурсаттăм, таçта шăтăка çухалчĕ. || N. Малти шăтăк. || Ямочки при игре в шар. СТИК. || СТИК. Ку укçа шăтăксене саплама та сахал, эсĕ пуйрăн тесе тăратăн. Шăтăка саплас тени парăма тӳлес тени пулать. || Дырявый. Каша. Шăтăк-шăтăк шăналăк, шăна кĕмин — лайăхчĕ. ЧП. Шăтăк кимĕ килет. Юрк. Çĕнĕ сăмавара шăтăк сăмавар тетĕн, ак кунтан тултар. Ск. и пред. чув. 77. Каларĕ вăл еррипе карчăк енне çаврăнса: çамки шăтăк — хупăнмĕ, чĕри татăк — сыпăнмĕ. || Переносно — с изъяном, глуповат. N. Он тăрри шăтăк. Капк. Шăтăк тӳпеллисем пирĕн ĕмĕре çитеççĕ-ха. N. Унăн хăлхи шăтăк (глуховат). Ала 30. Çакă ял çулĕ шăтăклă, çул шăтăкне пĕлмерĕмĕр, хĕрĕ шăтăкне пĕлтĕмĕр. || Кружева. Начерт. 203., Шибач., Икково. КС. Шăтăк илтĕм. См. шăтăкла.

нумайрантанпах

с давних пор. Ашшĕ-амăшне. Çап Иванăн чунĕ Лисахвие нумайрантанпах савса çӳренĕ.

нухрат

нохрат, ряд мелкой монеты круглой или овальной формы из серебра или олова. Употребляли чуваши в прежнее время для украшения, а также бросали киремети и йирих'у в жертву для умилостивления. СЧЧ. Тата нухратсем шăратса, пуртă çине ярса çап-çутă шăтăклă-шăтăклă япаласем пулса лараççĕ. Вăсене вара çиппе витĕрсе хăйă çине çакрĕçĕ. Йĕрĕхе чӳкленĕ чӳхне яланах çавăн пеккисене тăваççĕ (молились по случаю болезни ребенка)... Пашалуне, юсмансене, тата нухратсене те сĕтел çинех хучĕç (во время того же моленья). Альш. Çĕнĕ-çынни çĕкличчен, çав кĕвенти çине нухрат хурат. Вăл нухратне хĕрсемми илет хăйне. Сред. Юм. Нохрат пик çиç тесе, пит çӳхе япалана калаççĕ. Собр. † Инкем çинче пурăнтăм хутаç тĕпĕнчи нухрат пек. (Хĕр йĕрри). Вил-йăли. Сурпан çинчен (хĕр пулсан пуçĕ çине тӳрех) туттăр çыхаççĕ, туттăрĕ çине, çамки тĕлне, виçĕ кĕмĕл укçа çĕлесе хураççĕ, укçа çуккисем виç нухрат çĕлеççĕ. N. Вара ун хыçăн (после этого) кил хуçи ăçта ассăннă (в местах пребывания помянутых на молении богов по случаю болезни), унта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Альш. Арçынсен кĕпи умне тата нухрат çĕлесе янă (прежде). Ib. Çав хăмаçĕ (лоскут кумача) çумне пĕрер (один, или два, или три) нухрат пек нухрат çĕле-çĕле янăччĕ (было пришито у них). Ib. † Çӳçĕмсене вырăсла кастартăм, пĕрчисерен нухрат яртартăм. К.-Кушки. † Вуникĕ ярапа вĕçсене эп яртартăм вуникĕ чăн нухрат. Алших. † Нухратма хăлхана ярас мар, нухратма сая ярас мар. Магн. М. 71. Мелим хуçа, çырлах мана! Аша каçар! Киве кĕмĕллĕ нохрат парне парам. Ib. 217. Ай пиччеçĕм, йинкеçĕм, эсĕр мана курас çук, манăн пуçри нухратăм Атăл тĕпне сарăлтăр. Чутеево. Нухрат, общее назв. серебряной и жестяной монеты для украшения. Чăн нухрат, серебро. Ахаль нухрат — жестянка. Янш.-Норв. 1) Хĕç-тимĕр нухрат, повидимому, из сплющенного железа; 2) çапса тунă нухрат, настоящая серебряная монетка (старинная, продолговатая). Сред.Юм. Нôхрат, старинные серебрянные монеты ценою в 1 коп.; çĕн нôхрат — шуçран тунă нôхрата калаççĕ.

нĕрт

подр. шмыганию. СТИК. Мĕнле манкăна та шăнкара пĕлместĕн! Нĕрт-нĕрт тутарат. Пĕрре наш! тутар та, çĕклесе çап.

персе тух

появиться сразу, выскочить неожиданно, подойти вдруг. К.- Кушки. Авăра-кăшман анчах персе тухрĕ (выросло). N. Кирлĕ-кирлĕ мар курăк пере-пере тухнă. Ib. Тырă пулакан хирсене ăнман курăк пере-пере тухрĕ. N. Сăмса тăрринех темĕскер персе тухрĕ (нарыв и пр.). N. Çан-çурăма шатра персе тухрĕ. О сохр. здор. Пĕтĕм çан-çурăмне шатра (сыпь) персе тухать. Сборн. по мед. Вара пĕтĕм ӳте кĕçтекен шатра персе тухать. Истор. Унтан июнĕн 21-мĕш кунĕнче тата вут персе тухнă. КС. Персе тухрĕ, выскочил быстро. Ал. цв. 6. Пырсан-пырсан, вăл пĕр сарлака уçланка персе тухать. КС. Ман пата пĕр хуйхатнă мулкач печĕ тухрĕ. Баран. 138. Пĕр шыв çулĕ (под землею) тепĕр çул çумне пырса хутăшать, кайран вăл çап-çутă, тап-таса шывлă çăл пулса, çĕр айĕнчен персе тухать. Стюх. † Шур Атăлпа прахут килет, персе тухрĕ хĕррине. Пароход быстро направился, подошел к берегу. О сохр. здор. Ун çинчи шăналăка сирсе пăхсан, пит усал шăршă персе тухать (из люльки) || Обокрасть. Кан. Авăн картинче ларакан ампарĕнчен çăраççипе крышшисене ватса тумтирсем, шур япала таврашсем т. ыт. персе тухса кайнă.

первей

в первый раз, сначала. N. Эпĕ вара хăрасах карăм, мĕншĕн тесен эпĕ первей анчах анса кĕтĕве. Абыз. Иван каларĕ: эс первей çап, тит (сначала ты ударь). N. Чăн первей паранкă пăрахаççĕ.

пичетле

запечатывать, опечатать. N. Нӳхрепĕнче пичетленĕ пичĕки пур. Никит. † Эпĕ тухса кайсассăн, хĕрсене сăнчăрлаччăр, уллах пӳртне пичетлеччĕр. N. † Эпир тохса кайсассăн, олах пӳртне пичетлĕр, варлă хĕрне сăнчăрлăр. Орау. Пичетленĕ те, унтан вара уçман (библиотеку). О сохр. здор. Ун пек мунчара вут тухса каяс хуйхи çук, çавăнпа ăна нихçан та пичетлемесен те юрать. || Сделать отпечаток. КС. Юра алăпа пичетлерĕм (отпечаток сделал). || Забрушить. Турх. Пичетленĕ карас, забрушенный сот. || Печатать книги. См. пус, çап.

портă сахми

то же, что портă кĕлли. Тюрл. Портă сахми; сахми таран çитрĕ, токмакпалан ан çап. Нюш-к. Пуртă сахми катăлса карĕ.

арманла

ludi genus, cum pueri molam e glacie factam et in paxillum insertam versando delectantur, назв. игры (верчение ледяного жернова). Орау. Эпĕр ĕлĕк кĕркунне пăр çинче арманла выляттăмăр. Пăр пĕр шит хулăмăш пек шăннă чухне, пĕве çине пăртан пĕр аршăн тăваткалĕ пек çавраканн касса кăлараттăмăр та, ăна аял енчен пуртă сăмсипе пăркаласа шăтарса пĕр çу лупашки пек тĕпек вырăнĕ тăваттăмăр. Армань тĕпеккине пăр çине пĕр-ик кун малтан çапса кӳртсе шăнтнă патак пуçне якатса (тӳрлетсе) тăваттăмăр е пăр çине шăнса ларнă пăр катăкĕнченех тăваттăмăр. Унтан хай армана, тĕпекки çине тĕпек лупашкине тĕл туса, лартаттăмăр та, каллех арманин çиял енчен пĕр хĕрне (= хĕррине) пуртă сăмсипе шăтăк тăваттăмăр. Çав шăтăка туяна тăрăнтарса, туяпа çавăрса авăртаттăмăр. Арманĕ пĕр пек çаврака пулмасан, ăна авăртнă (çавăрнă) чухне пуртă çивĕчĕшне хирĕç тытса çавракалататтăмăр. Çап-çаврака пулсан, арманĕ, пĕре авăртса ярсан, тахçанччен (очень долго) халтăртатса авăрса ларать-чĕ. Ib. Ачасам пĕве çинче арман тăваççĕ.

атя

(ада, ад'а), age; eamus (si uni dicitur), айда, идем; атăр (ады̆р, ад’ы̆р), agite; eamus (si pluribus), айдате, идёмте. См. атясам. Якейк. Атя, Йăван, пасара? Т. М. Матв. Атăр! — Атьăр пулсан, эпир хатĕр! Идемте! — Если идемте, то мы готовы! Якейк. Атьăр, ачасам, çаксене ватса ярар! Альш. Атьăр, кашкăр туссем, туя, сăра ĕçме! Идемте, друзья волки, на свадьбу, пиво нить! || Также ставится для выражения побуждения и при других глаголах. Якейк. Атя иккĕн çак кĕнекея воласа тохар! Давай прочитаем эту книгу! N. Йĕлмевĕс калать, тет: çап атя! Ача калать: çап атя! Эп çын çиме килмен, эсĕ çын çиме килнĕ, тесе калать, тет. Йĕлмевес (какое-то трехголовое чудовище, ср. тат. jалмауы̃з) говорит: «Ну, бей! (в народн. русском гов. айда, бей!») Парень отвечал: «Айда, бей! Не я пришел сюда людей есть, а ты!» Ч.П. Атьăр каяр пасара. Пойдемте на базар. Якейк. Ачасам эппин. Ну, идем, что-ли! (говорят с неудовольствием тому, кто просит итти с ним). Ib. Атясам, атясам, тесе йăлăнтăм, çаплах пымарĕ. Сколько я его ни упрашивал пойти со мною, он все-таки не пошел. N. Атьăрсам эппин. Ну, ладно, идёмте. Ст. Чек. Атьăрсам ĕнтĕ! Атьăрсам ĕнте! тесе, йăлăнтăм, çапах та пымарĕç. Сколько я их ни упрашивал пойти со мною, они не пошли.

ахальăн

(аhал’ы̆н), i. q. (то же, что) ахалин. Панклеи. Карчăка вăл: тархас, тет, пĕр-пĕр патакпа илсе çап ман пуçран, тет; эпĕ ахальăн ĕмĕрех конта порнатăп, тет. Она сказала старухе: «Пожалуйста, ударь меня по голове какою нибудь палкою, а то я проживу здесь весь век».

пăлтăр

(пы̆лды̆р, из пăл + тăрри), дуплянка, которая ставится на конце деревянной трубы (пăл в курных избах выше крыши). См. пăл. Альмени. Пăл çине лартнă хăвăла (уйран çӳпçи пекскер) пирĕн пăлтăр теççĕ. || Покрышка у кровельного железа на кирпичной или железной трубе в современной избе. Мочары. Пăлтăрлă труба, кирпичная труба с покрышкой из кровельного железа. || Колпачек горелки лампы. Мочары. Асламас. Лампă пăлтăрĕ, колпачек горелки лампы, на который ставится стекло. || Верхняя крышка кадила, поднимающаяся на цепочках. Мочары. Кадилăн пăлтăрĕ пор. || Медная крышка курительной трубки. Мочары. Чĕлĕмĕн пăлтăрне пăхăртан тăваççĕ. || Примитивный навес на двух столбиках около двери избы (примитивные сени) там, где находится пăл, дымоход. Чура-к. СПВВ. ГЕ. Пăлтăр — ăна пӳрт умне тăваççĕ: пӳрт умне икĕ айккине пӳлсе, çине витеççĕ. N. Хӳш пек пăлтăрна курăп. || Передбанник. Изамб. Т. || Сени избы. Трхбл. Альш. Пайтахăшин икĕ пӳрт, хутлăхра ăшă пăлтăр вара. СПВВ. КМ. Пăлтăр — çелних. Баран. 127. Темиçе çĕртен шăтара-шăтара пăлтăр пеккисем туса пĕтерет (речь идет о норе крота). Ib. Вăл ун чух ывăлĕпе пăлтăр пусми çинче тăнă. Ib. Хăй çавăнтах пăлтăрне чупса кĕнĕ те, пĕр алăкне чарак лартса хунă. N. Пăлтăр алăкĕ уçăлчĕ: те çын кĕчĕ, те йытă кĕчĕ. Тайба Б. † Çĕнĕ-ах та пӳртĕн пăлтăрĕнче сăмаварсем вĕрет те, хай, кăмрăксăр. Ст. Шаймурз. † Çĕнĕ çурт (вар. пӳртĕн) пăлтăрĕнче сăмавар вĕрет кăмрăксăр. || Чулан в сенях. Урнары. || Клеть, пристроенная к сеням со входом через сени. Чуратч. Ц. Куккăшсем панчен тавăрăнсан, ача пăлтăрне уçса пăхрĕ те, пĕр пăлтăр укçа, тет. N. † Мамăк тӳшек сармашкăн пĕчĕк пăлтăр кирлĕччĕ; пĕчĕк пăлтăр лартмашкăн пĕчĕк çĕршыв кирлĕччĕ. || Верхний этаж двухэтажного амбара со входом через сени. Бичурино. Иные различают: çӳлти пăлтăр, аййи пăлтăр. У др. — айпăлтăр, айри пăлтăр. Последний также назыв. çӳл кĕлет (Трхбл). || Лачуга, летняя кухня (лаç). Тенеево, Янтик. р. || Трехстенный пристрой к лачуге. Бичурино. || Кутник. Малды — Кукшум. || Верхний настил овина у русских крестьян. Мочары. Вырăссен авăнĕсенче пăлтăр полать. || Светелка избы. Мочары. Вырăс ялĕсенче пăлтăрлă пӳртсем пор. [Здесь пăлтăр понимают как помещение, расположенное около пăл, дымохода, пăл тăрри (в знач. крышки). || Тесины с резьбой, которые прибиваются к краю крыши со стороны фасада (козырь избы) или к карнизу. Мочары. Кудаши. Пăлтăр тыт, пăлтăр çап, прибивать эти тесины с резьбой. [Возможно, что здесь сл. пăлтăр употреблено в значении крыши, Косвенное подтверждение этого видно из того, что слово крыша в некоторых местах обозначается термином мăйра тăрри (Ачакас), мăрье тăрри (Бузулук. р.). След. палтăр, пăл тăрри = мăрье тăрри, крыша. Срв. загадки о луне. Альмени. Пăлтăрта çур çăккăр выртать. (Луна). Трхбл. Пӳрт тăрринче çур çăкăр выртать]. || Перила. Хорачка. Перила у крыльца. Ib. Эс посмаран аннă чоня пăлтăра тытса ан.

пăр

(пы̆р, пŏр), лед. Альш. Сĕве пăрĕ кайнă вăхăтра-мĕнте. Во время ледохода на Свияге и т. п. Ib. Хĕрарăмсем шыв хĕррине пыраççĕ те: манăн чирĕм-чĕрĕм çак пăрпа ларса кайтăр! тесе, каякан пăр çине пĕр-пĕр пăх муклашки ывăта-ывăта лартса яраççĕ (весною). Ib. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке (Волга замерзает). N. Пăр ун чух пит хытах шăнманччĕ. N. Атăл пăрĕ вăйлă каять. На Волге сильный ледоход. Торп-к. Атăл пăрĕ час тапрансан, тырă ĕнсе (= ăнса) пулать, теççĕ. Пухтел. Сĕвери пăр кайса пĕтрĕ. Ib. Пăрсем пĕр çĕре купаланса ларнă (затор). N. Хĕлле пĕвесенче пăр пит хулăн шăнса ларать. Изамб. Т. Пăр кайсан, кайран, пĕр уйăхран, пĕве пĕвеççĕ. Ib. Пăр кайнă чухне, чир кайтăр тесе, кăçкăрса ватти-хĕттипе (= вĕттипе) навус (= тислĕк) пăр çинелле ытаççĕ. N. Шывсем йăлтах тулса çитсен, çырмасенче пăрсам кайма пуçлаççĕ. Ib. Пăрсам кайнă чухне пур ватти-вĕттипех çырма хĕрне курма тухаççĕ, пурте пăр кайнине савăнса пăхса тăраççĕ. N. Атăл пăрĕ лайăх кари? Собр. † Шыв йăтайми пăр шăнат. N. † Аслă çулăн тусанне шăпăрпа шăлса ямалла, аслă ялăн хĕрсене пăрпа лартса ямалла. Тет. Шыв шавлат, пăр каят-тăр. N. Çырминче пăр тасалман полĕ-ĕçке. Б. Янгильд. Пăрĕ ял тĕлĕнче анчах шăннă. N. Шĕнер пăр (пŏр) Апаш тĕлĕнче кайнă ĕнтĕ. Около Абаш лед на речке Шинери уже прошел. Янтик. Капан кӳлĕ çинче пăр шăннă, ачасем пăр çинче чупса çӳреме пуçланă. Ib. Эл çинче пăр шăннă. Орау. Çавăнпа пăр çине шыв тухнă. Ib. Атăлта пăр кайса пĕте пуçланă, пăр катăксем унта-кунта анчах юхса иртеççĕ. Ib. Пăр кăларнă вырăна çĕнĕрен пăр шăннă. Ib. Пăр капланса шыв хĕрĕнчи картасене, мулчасене юхтарса кайнă (напором льда унесло изгороди и бани). Ib. Çавал пăрĕ хăпарнă (поднялся), пăр час каять пуль. N. Тăррисем çӳлте вĕçмен пекех тăрлаттарса тăраççĕ: пăр тапраннă, пăр тапраннă, теççĕ. N. Атăлра пăр пур-и? (Из письма). N. Ĕнисем шыв ĕçнĕ чух, пăрушĕсем пăр çуласан та юрать, тет. (Поговорка). Шел. 73. Пăр каять, пăрпа пĕрле чир каять. Чуратч. Ц. Унта канав айĕнче шыв тумласа вăрăм, çӳлтен пуçласа аяла çитичченех, пăр юпасем усăна-усăна тăнă. Орау. Яка пăр çине лартса хăварчĕ (надул, обманул). || Град. Альш. † Пăри пек, пăри пек пăрсем çăвать: епле пӳхмес-ши пăланăн тихисем? Изамб. Т. Пăр çуса иртсе кайсан. N. Тырра пăр çапнăран ултă ялпа чӳк тунă йĕрке. Якейк. Пирн уя пăр çĕмĕрсе карĕ; ним те йолмарĕ. Паян виç уйра пăр çĕмĕрнĕ, тет. Сёт-к. Пăрпа çĕмĕрчĕ, градом побило. N. Ыраша пăр çапса кайса, тури картая, ой вăта — çĕрĕнчен пĕр çĕр алă чалăш полĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем, е çăмăр пулмасан, е тырă-пулсем лайăх ешерсе юлмасан, тата тырă-пулла пăр ан çаптăр тесе, тăм таврашĕ те ан ӳктĕр тесе, кашни çулах çăмăр чӳкĕ тăваççĕ. Аттик. Акнă тырра-пулла пăр кăларса ан çаптар. (Моленье). || Сосулька. Альш. Ампар çумĕнчи пăр вăрăм шăнсан, йĕтĕн вăрăм пулат, тет. Сятра: с'орк¬он'а пӧрт видэлэ̆ђэ̆нџэн вŏрŏм п¬ŏр озы̆нзан вы̆л с'¬ол тыры̆ п¬олат, тэт. Чув. пр. о пог. Тумла аннă пăрĕ шăнсан, çулла хăяр аван пулать. Если внизу намерзают сосульки (лед), летом будут огурцы. Орау. Хуралтă çунаттисенчен юхса шăнса ларнă пăрсем хĕвĕл пулсассăн, тырăсем выçă пулаççĕ, тиççĕ. IЬ. Сарай çунаттинчен (края крыши) юхса шăнса ларнă пăрсене çапса ӳкертĕм. || Гололедица. N. Çап-çутă пăр, на дворе гололедица. В др. гов. Пăр шăвать, на дворе гололедица. || Проныра. Ст. Чек.

пăрах

(пы̆рах), бросить, оставить. Коракыш. Эпĕ епле хам упăшкана пăрахах сана качча пырăп. N. Пăрахса кай ман патăмран. Оставь меня. N. Аçу-аннӳ çуртĕнчен пăрахса кайса. Янш.-Норв. Унта пырсан вĕсенĕн пĕр ачи пĕр çăмартине хăй пуç урлă виçĕ хут çавăрать-те, çав çырмана пăрахать. (Сĕрен). Микушк. Ăçта каян, кума, каласа кай? — Шыва кĕмĕл çĕрĕ пăрахмашкăн. (Это, вероятно, старинный языческий свадебный обряд. На другой день свадьбы молодая в сопровождении сестры мужа идет на речку за водой и там бросает в воду кольцо или монету божеству воды «вутăш»). В. С. Разум. КЧП. Вăйĕ пĕте пуçласан, вăл пăрахса тарнă. Ачач 188. Тимуш хăрама пăрахнă. Орау. Пăраха пачĕ, бросил (неожиданно). Букв. 1904. Ахăр хĕрт-çурт пулĕ ку, тесе, Иван шартах сикет те, хайхине пăрахах тара пуçлать. Изамб. Т. Ку сурăхне пăрах та тар. || Свалить. Якейк. Алăк хошшинех пăра пăрахса хăварнă (свалили лед). || Навалить. Çутт. 153. Хыр тымарĕсене лакăма тултаратăп та, чĕртсе яратăп, çиелтен тăпра е çерем пăрахатăп. || Положить. N. Вутă пăрахам-ха. Положу-ка дров (в печку). N. Вута пăрахса çунтар. || Класть. Якейк. Эп чĕмелсене (= çĕмелсене) прахса турăм; чĕмелсене лап прахса турăм (чĕмел пуçланă чох тват кĕлтея хреслĕрен хреслĕ хораççĕ, онтан вара çавăрса каяççĕ). || Подкинуть. Бюртли. Санăн ăна укçа пăрахмалла, теччĕ. || Стлать (напр., для беленья). N. Шуратма пăрахнă пирсем. || Прикинуться. Кильд. Аптранă енне вара ӳсĕре пăрахăрĕ, тет. || Сажать. Хорачка. Кăмакая пашалу пăрах. В. Олг. Хăяр прах (садить). N. Чăн первей паранкă пăрахаççĕ. Ачач 37. Амăшĕ ывăлне кашни ирех, çунакан кăмакана паранкă пăрахса илсе тăварланă купăстапа тăрантарать. Кан. Кам çуркунне хăмла пăрахас, чĕртес, тет, унăн кĕркунне çĕре çемçетме тăрăшмалла. IЬ. Кăçалах çур теçеттин волынь хăмли семшевăй сурт пăрахнă. Пахча çим. 3. Нумайăшĕ (картофель) суха хыççăн пăрахса пыраççĕ. || Скидывать, снимать. Юрк. Вуникĕ сурăх усрăттăм, улăм пама каймăттăм, çирен тăлăп пăрахмăттăм. N. Пĕр уйăх ĕнтĕ ураран атă пăрахман. N. Пăрах, снимать (сапог) с другого. || Сбавить (цецу), сбросить. Б. Олг. Хакне пăрахсам пĕр ластăк, ытла хытă тытса тăратăн, сотас теместĕн-и? Пасара антарса тăк, киле каллях исе каятни? || Линять, ронять перья, шерсть и пр. N. Тĕк пăрах, пуç пăрах (урпа). || Делать выкидыш. Орау. Сурăх путек пăрахнă. Изамб. Т. Лаша тиха пăрахнă, ĕне пăру пăрахнă, сурăх путек пăрахнă (выкидыш). || Испражняться. Орау. Ах, ку ача-пча! Çинă-çиманах кайса та пăрахат (испражняется)! || Перестать, бросить. Орау. Ху вулама пăрахсан, кĕнекĕне мана пар. Когда перестанешь читать, передай книгу мне. N. Çăвла хут вĕренме пăрахсан, аттесене хресьян ĕçсенче пулăшрăм. Хыр-к. Хут вĕренме пăрахсан, çулла, ачасемпе пулă тытма, рак тытма çӳреттĕмĕр. N. Çиессе пăрах, перестать есть. Панклеи. Порнаççĕ, порнаççĕ ватăрах çынсам, эсрелĕ килме пăрахнине (что перестал ходить) сисе пуçларĕç. || Прекратить, бросить. N. Мĕнле паян кооператив сутма час пăрахнă. Ку вăхăтра хупакан марччĕ-çке? тесе килнелле çаврăнса каяççĕ вара. || Перестать что-нибудь делать. КС. Хăяр пăрах, последний раз собрать огурцы. || Раздумать; отменить, отказать. ЧС. Аннесем вара: вилет пулĕ, юмăçа кайса укçа та пĕтерес мар, терĕç те, юмăçа кайма пăрахĕрĕç. N. Эп сăра тăвасса пăрахрăм. Я раздумал варить пиво. N. Вăл хăй (она) кайма пăрахрĕ. Ивановка. Çакăнтан кайран эпĕ чула алла тытма та пăрахрăм. Тим. † Ах, хăтаçăм, Микулай, пăрахма-пăрахма тытăнатчĕ, пăрахасран чунăм çук, пăрахсассăн чунăм çук. || Уступить (в цене). Н. Карм. Ну, апла пулсан, вун тенкине пăрахап, тет. N. Пăрах (пăрахса пар) тепĕр пилĕк пусна! — Юрамаçт, пăрахмасп. || Отказаться. N. Çăкăра пăрахăп, уна пăрахмăп. || В качестве вспомог. глаг. Яргуньк. Акă сана хуçа сенкĕпе чиксе пăрахма килет. N. Мана луш (зря) çинченех кăшкăрчĕ-пăрахрĕ. N. Курак çăварне карчĕ-пăрахрĕ те, татăк ашĕ тухрĕ-ӳкрĕ. N. Лаша пĕççине чарчĕ-пăрахрĕ (беспомощно). Сорм-Вар. Упа Ахматяка çыхса пăрахрĕ. N. Вăл вара мĕн туса пăрахмĕ манпа? (т. е. нагадит мне). М. Сунчел. Пӳрт алăкне уçса прахнăччĕ те, пӳрт умне çап-çутă çутатса пăрахнăччĕ. Панклеи. † Каяс марах тесеччĕ, илчĕç-пăрахрĕç, мĕн тăвас. (Салтак юрри). Альш. Улпучĕ пăруласа пăрахасран хăранă, тет. Барин боялся, как бы не отелиться. Юрк. Тӳрлетес вырăнне (вместо того, чтобы вылечить) тата хытă пăсса пăрахаççĕ (испортили). IЬ. Çуртăрисем ĕлкĕрсен, çав укçапах çуртăрисене те выртарса пăрахат. IЬ. Тытăнсан, ĕçе часах туса пăрахнă. Ст. Яха-к. Атьăр часрах кунта чӳклесе пăрахар та, вара пирĕн пата кайăпăр, теççĕ. Изванк. Пулла тухсан та, ăна пĕре çех (только) кăшкăрса пăрахаççĕ (крикнут на него). Кан. Тепĕр хут чĕтретсе пăрахрĕ. Капк. Эпĕ Улия юратса пăрахрăм. Пуç çавăрса пар-ха. N. Çан чохне ĕçсе пăрахрăм-çке (напился)! Т. II. Загадки. Шăлсан, шăлса ямалла мар; çĕклесен, çĕклесе пăрахмалла мар; вăхăт çитсен, хăех каять. (Мĕлке). ЧС. Эпир вăл анана, ир кайнă-ĕскерсем, кăнтăрлаччен сухаласа та пăрахрăмăр. N. Вĕсем малтан нумай çĕрлĕ çынсенчен темĕн чухлĕ çĕр илсе пăрахаççĕ, унтан вăл çĕре, банк урлă, сахал çĕрлĕ хресченсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сутса пит нумай ытлашши укçа пуçтараççĕ.

пăçăкка

(-з'ы̆-), кошка (детск. сл.). Трхбл. Пăçăккине ан çап; апа пулат. Кошечку не бей, больно будет ей.

пăта

(пы̆да, пŏда), гвоздь. АПП. † Утмăл-çитмĕл пăта çитмерĕ. Пирĕн тĕлтен пăта пĕтмерĕ. || Кол. ХЛБ. Санăн кӳрĕшӳ сухаласа ана çине кĕрет пулсассăн, йăранăн вĕçне пăта çап, вара сухаласа туртса илни паллă пулать. Г. А. Отрыв. Çул юсама икшер лашапа каятчĕç вара... Çерем касса пăта çаптаратчĕç, тит, тата. Çирĕк-к. Лаша кăкармалли: 1) вĕрен, 2) вĕрен пăти, 3) вĕрен тукмакки, 4) шăлтăрма. || Кочетки, вставленные в борт лодки. Чертаг. || Чека, чекушка. В. Олг. || Вешалка. Çĕнтерчĕ 50. Тумтирне пăтана çакать. N. Унăн йĕвенĕсем витери пăтара. См. арман. || Белое пятнышко в глазу. Б. Олг. Ах, ман коçа пăта ларчĕ, коç корми полат-и мĕн! тет. Пшкрт. Коçа пăта ларса (белое пятнышко на глазу). Изамб. Т. Куç пĕр-пĕр япала тăрăнса пăсăлсан, куç шăрçи çине «пăта» ларса юлат (точка). || Какая-то мера земли. Чебокс.

пĕр

(пэ̆р), один. Сёт-к. Пĕр пукане хĕрĕх хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Пĕр кун каймалăх çĕр пулсан, çичĕ кунлăх çăкăр ил, тенĕ. (Послов.). Икково. Мана çак пĕр сорăха (эту одну овцу) пачĕç. КС. Пĕр çăварти çăккăра çиса пурăнтăмăр. (Так говорят о дружной жизни). Орау. Вăсам пĕр çăвартан çăккăр çиса пурăнаççĕ (живут дружно), тиççĕ. Альш. Пĕр вырăнта тăра пĕлмен çын, бойкий, непоседа. Регули 603. Пĕр сăхман поставран ĕçленине (тунине) патăм. IЬ. 916. Пĕр румккă (þумккă эреке) патăм она. Образцы. Пĕрчĕ-пĕрчĕ мерченне пĕр пус парса суйларăм: Изамб. Т. Акă тырă пулманни пĕр хĕн (одна беда), вăрман инçи тата хĕн (опять беда). В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илсе тухрăм. Я вынес одну лепешку. Альш. † Вуникĕ хĕр, пĕр купăс (скрипка), янăра-çке пĕр сасă (в один голос). Сред. Юм. Пĕр çăварлăх çăкăр, маленький кусок хлеба. IЬ. Пĕр ала (сито, решето) алларăм тессине: пĕр аллăм алларăм, теççĕ. || Один (а не несколько). Собр. Тырă вырса пĕтерсен, ват карчăксем пур çурлана пĕр çĕре тытса, пуç урлă утаççĕ. N. † Вăрмана кайрăм — каç турăм, вуникĕ çулçа пĕр турăм. Орау. Симун вăл Куçмипе пĕр амаранни (от одной матери) вăт. Ст. Шаймурз. † Çырайĕ-ши турă, çыраймĕ-ши, пĕр минтер çине пуçа хумашкăн. N. Ку кĕллисене пĕтерсессĕн, вара пур кĕллине те пĕр çĕре тăваççĕ, вăсене вара кăвакалпа тăваççĕ. N. Пĕр кутăм, пĕр пуçăм. Я одинок (мне тужить не о чем). Сред. Юм. Пĕр пуç, пĕр кот, ниçта кайсан та никам канçĕрлемес. Одинок, куда ни пойду, никто не помешает. N. Пĕр вуннăшне парăр. Дайте мне одну десятишницу (10 руб.). Другой смысл: дайте мне рублей десять, рублей с десять. N. Ултă утăмран пĕр, на каждых пяти саженях. || Один из двух. N. Пĕр çтенаран тепĕр çтенана çитичченех хăма хунă, хăми пуçĕсем кĕмелĕх ыра тунă. || Одна вещь. Календ. 1904. Вăл пĕр пур — хамăр ĕçлеме пĕлменни, пурăнма пĕлменни – тепĕре. Это одно, а... || Один раз, разок. Альш. † Пĕр çӳле пăх, çĕре пăх: савсан пирĕн çие пăх. N. Пĕр çапăп та, пĕр ӳкерĕп. Дам раз и сразу сшибу с ног! (Угроза). N. Ача ку карчăка каланă: мĕн ĕçлен мăн акка? тет. Ку карчăк калат: апла каламан пулсан, пĕр хыпăтăм, пĕр çăтăтăм (сразу схватила бы ртом и сразу бы проглотила), тет. N. Е салам-аликĕм, асанне, темен пулсан, пĕр çăтăтăм, пĕр хыпăтăм (говорит старуха). N. Эсĕ мана авантарах хулă пар-ха, эпĕ ăна пĕр хĕртем (постегаю). N. † Атьăр, тăвансем, эпир те аллăмăра хут тытар та, хут вулар, çанталăк çуттине пĕр (разок, хоть немножко) курар. Пазух. † Шĕшкĕ вутти хутар-и, пĕр (еще разок) ăшăнса ларар-и? (Вставка; приглашает погреться: с удовольствием погреемся). Рак. † Хĕрлĕ чие ларат хĕрелсе, каçса пĕр татăттăм (разок), каçми çук. || Некий (иногда соответствует неопред. члену). Рак. Çав пӳртре пĕр чипер. (Турăш). В этой избе нечто красивое. (Икона). Собр. Пĕр япала (некая вещь) пĕтĕм япалана тиркемест, пĕр шĕвĕ япалана тиркет. (Кăвар). Урмой. Ивансем киле тавăраннă чух, пĕр хăйă çути курăнат, тет (увидали свет в избе). Изамб. Т. Пĕр вырсарникун, однажды, в воскресный день. Орау. Пур пирн пĕр ял йытти, çавна çиса ларап-ха, ĕнертенпе те киле килмер ĕнт (говорит жена о муже). IЬ. Пĕр мурĕ (один чорт, напр. жена ругает мужа) паян киле те килсе пернмерĕ ĕнт. || Выражает противоположность. Якейк. Пĕри пĕр япалая (один любит одно), тепри тепĕр япалая йоратать. || Раз (союз). Орау. Пĕр çынтан тепĕр çынна ленксен, час тупаймастăн вăл япалана, пĕр парса ярсан. N. Вилнĕ çыннăн, хăй пĕр лăпланнăскерĕн (раз он умер), асăмлăхĕ те лăплантăр. N. Пĕр килнĕ чухне курса тухас. Раз пришел, так уж кстати надо зайти и повидаться. Юрк. Санăн ĕçме кирлĕ марччĕ, пăрахас пулатчĕ. Ачу-пăчусем нумай, арăму пур, пĕр шухăшласан (если серьезно обдумать), манăн ăсăмпа пулсан, эсĕ кăлăхах эçетĕн. N. Пĕр вĕреннĕ япала хăй енеллех туртать. К чему (раз) привык, к тому и тянет. Кильд. Эпир час килес çук пĕр кайсассăн. Раз пойдешь, так придешь нескоро. Значенне чув. «пĕр» с русск. «раз» одинаковое. Мусир. † Çинçе çырма, юхăм шыв, сиксе каçса пулмарĕ, пĕр турă-ях çырнинчен иртсе кайса пулмарĕ. (Здесь возможно двоякое толкование: или «пĕр» песенная вставка, или же оно употреблено в смысле «раз»). Орау. Лашана пĕр куçран çухатсан (если уж потеряешь), тупаймастăн вара унта. АПП. † Çӳренĕ пĕр чухне (пока гуляешь) юрласа çӳре. || Случайно. Шурăм-п. Пĕр ăçтан та пулин укçа тупсассăн, ана ĕçсе пĕтермесĕр лăпланмаççĕ. | Целый. Орау. Ман кумпек (= кун пек) юрăсем пĕр тетрать. У меня этаких песен целая тетрадь. IЬ. Сĕт нуммай, пĕр чӳлмек. Пĕр чӳлмек сĕт исе килчĕ. Икĕ чӳлмек сĕт (целых две крынки молока) исе килчĕ. Сёт-к. † Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. (Çăварни юрри). СТИК. Пĕр арпус пуçтарса хутăм-ха. Съел один арбуз (в др. гов. — «съел целый арбуз»). N. Пĕр ĕмĕр порнчĕ. Пробыл где-нибудь очень долго, хотя обещал скоро вернуться. N. Çак пĕр уйăх хушшинче ерçӳсĕр пулса нимпе те писме (= çыру) çыраймарăм. Çутт. 81. Ниçта пусма вырăн çукчĕ. Ура пĕр шит (на целую четверть) путатчĕ. || Единый. Т. V. 29. || Единодушный, согласный. Ст. Ганьк. † Ик килĕнтеш пĕр пусан, кил илемне çав кӳрет. (Пĕр пусан = килĕшӳлĕ, вăрçмасăр пурăнсан). || Один только, единственный (каких больше нет), самый первейший. Юрк. Хăйсем ялĕнче пĕр пуян пулса пурăннă (единственный, первейший богач). N. Тата калаççĕ: пĕр ĕнее те каснана илеççĕ, тесе. N. Тата хăшĕ-хăшĕ чăпăркка-туясем илчĕç те, суха-пуçне тавăрса пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. N. Тата пĕр ывăлсана хуса карĕç. Орау. Пĕр ывăл ачаш пулать вăл. Собр. † Плуштух кленчи халь аллăмра, савнă пĕр тăванăм умăмра. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕ пĕр тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕнпеле пĕрле пурăннине ĕмĕр манмăп тенĕ çĕрсем пур. Алших. Пĕр пуçран икĕ пуçлă тăвас, терĕ, икĕ куçран тăватă куç тăвас, терĕ (вздумал жениться). N. † Ялта пĕр (первейшая) хĕр пулăттăм, ăратнерен тухмăттăм (все время была бы в кругу своих родных). Сред. Юм. Уçса пăхать, тет, виççĕ-мĕш пӳлĕмне — ларать, тет, тĕнчере пĕр илемлĕ хĕр сăнчăрта. Ск. и пред. 13. Унăн ашшĕ Уланки ял пуçĕ те, пĕр пуян, паттăрăн пек кĕлетки çӳренĕ, тет, пĕр капан (как целый стог). N. † Сар кăшăллă витре — пĕр витре (первейшее ведро): кĕтейĕ-ши пире пĕр хитре? N. Алăксене тапрăм — уçăлчĕ, шыв çинчи пĕр (количество) чечек (единственный, или же песенная вставка) çутăлчĕ. Кан. Пĕчĕкçĕ пĕр кантăксене пăрахса, алăк пек пысăк кантăксем касаççĕ. Перестали делать в избах по одному оконцу, начали вырубать большие окна, величиною с дверь. Шарбаш. Ай, пичи Михали, пĕр арăмпе мухтанать! (хвалится одной женой, кроме которой у него ничего нет; по другому толкованию — постоянно хвалится). N. Пĕр ывăла (единственного сына) та илмелле (в солдаты). Рак. И эпирччĕ, эпирччĕ, эпир вуниккĕн пĕр хĕрччĕ; пĕр хăма çине пухăнтăмăр, çутăличчен салантăмăр. (Çăлтăр. Одни объясняют: «нас было двенадцать, и все мы были девицы»; другие понимают в смысле: «нас было двенадцать, и все мы составляли созвездие». Послед. толкование сомн.). Ала 95°. Пĕр кăшкар-ути çисен те (хотя питался лишь одним щавелем)... || Единственно (только). Сред. Юм. Ыттисем — ывăлсĕм, хĕр пĕр эп çиç. Остальные все братья, и одна лишь я — сестра. Ала 95°. Хирте вара вăл пĕр пăрçа çикелесе вăхăтне иртеркелесе анчах çӳренĕ. Альш. Кĕвĕсене каланă чух, сăмахĕсене кашни çĕрех пĕр пĕлнисене калаççĕ: хăшĕ аса килет, хăшне вăхăтне кура калама меллĕ, çавна. || В этом смысле иногда соединяется с наречием анчах. Истор. Вырăссем тутарсенчен пĕр парнесем парса анчах хăтăлайман, тата вĕсене çуллен куланай тӳлесе тăмалла пулнă. ППТ. Атьăр часрах! Вĕçсе кайăттăм та пĕр анчах (так!), çунат çук! || Один и тот же. Собр. Çулла та пĕр, хĕлле те пĕр. (Чăрăш). Артюшк. Эпир унпа пĕр ваконта карăмăр (килтĕмĕр). Баран. 192. Шухăшсем пурийĕн те пĕре килнĕ. || То (—то). N. Хăй хăранипе пĕр малалла, пĕр каялла пăхкаласа пырат, тет. Микушк. Пĕр пуççапат, пĕр тăрат. (Тараса). N. Вĕсем çак тĕлĕнмелле ĕçрен пĕр хăраса, пĕр савăнса çав çĕре иккĕшĕ пĕрле ирттернĕ: N. † Шурă хĕлĕхрен вĕрен яваççĕ: ĕнтĕ пĕр яваççĕ, пĕр сӳтеççĕ. Сборн. по мед. Вăл чир ерри-еррипе арасланать: пĕр йывăрланса, пĕр çăмăлланса темиçе çула пырать. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор: пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. || Приблизительно. N. Пĕр вунулт-вунçич çулхи хĕрачесем, арçын ачасем... Юрк. Мĕн пурĕ пĕр аллă кĕнеке ытла. N. Ăна уншăн пĕр çирĕм пилĕк çăмарта параççĕ. Ст. Айб. Тата пĕр çĕр тенкĕ пар-ха тырă илме. N. Хăйсене пĕр вунăшар е çирĕмшер пус парсан, тин чармаççĕ. N. Вĕсем каллех çапла пĕрер вунăшар е çирĕмшер пус илсен, часах салтса параççĕ (веревку). О сохр. здор. Пĕр виç кун хушши, в течение трех дней. || Настоящий. N. Çуртра пĕр арçын анчах, вăл та пулин хулара тарçăра пурăнать. Çиме çитменни пĕр инкек. || Одинаковый; одинаково. N. Çынпа çын пĕр мар. Ст. Шаймурз. Манăн пӳрт пур, унăн кĕтессисем пĕр мар. (Вăл пулĕ алă пурнисем). Ст. Айб. Ĕмĕр пĕр килмест, теççĕ. Жизнь течет не гладко. (Послов.). Образцы. Ай-хай уйăх та пĕр, хĕвел те пĕр, вĕсен çутти мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Тăван эсĕ те пĕр, эпĕ те пĕр (мы с тобой одинаковы), пирĕн телей мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Улăм ури улт ура, улттăшĕ те пĕр ура (одинаковые). IЬ. Икĕшин сасси пĕр килет. Оба (журавль и журавлиха) кричат враз. Кама 52. Пуринчен те пĕр илме май килмест, мĕншĕн тесен пурин те пурлăхĕ пĕр пек мар. N. Саншăн пур çын та пĕрех. Для тебя все люди одинаковы. N. Кам чунĕ сан чунпа пĕр килет. || Каждый. N. Илтекенĕ пĕр ырăлатчĕ мана, кураканĕ пĕр мухтатчĕ. Юрк. Ăна курнă пĕр çын: ун пек ачасем пурăнмаççĕ, теççĕ. Ст. Чек. Кама хисеп (счёт) çитнине пĕр çапаççĕ. СВТ. Пĕчĕк ачасем, хулĕсене касман пулсан, шатра чирĕпе чирлесессĕн, чирлени пĕр (каждый, кто) вилеççĕ. IЬ. Хулне кассассăн кайран ачанăн кĕпине кунне пĕр (ежедневно) улăштарма кирлĕ. Альш. † Калаçнă пĕр сăмахсем вырăнлă пулсан, шет (может быть) калаçса пулмĕ-ши сăмах-сене? Бур. Ай-хай, тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕн пĕр сăмахăрсем (каждое ваше слово) пин ылттăн. Истор. Мĕн куçа курăнакан çынна пĕр чиксе пăрахнă. Туй. Хĕрĕ (невеста) те кама хирĕç пулать, кураканне пĕр асăнса йĕрет. Кого ни увидит, того и называет по имени и плачет. || Всё. N. Лаша пĕртте çăтмас, янине пĕр (все влитое) юхтарса кăларать (лекарство). || В одинаковом количестве. Эпир. çур. çĕршыв 23. Арçынпа хĕрарăм пирĕн вулăсра пĕр йышлах (в равном количестве). || Постоянно. N. Çап-çутă хĕвел пăхать: ăшă парса савăнса, йăл-йăл кулса пĕр тăрать. Ст. Шаймурз. † Çак тăвансемпе пĕр тăрсан, сисмĕп эп ĕмĕр иртнине. || Никакой. N. Санăн патшалăхунта пĕр сылăм та, пĕр çăмăр та çумĕ. Ашшĕ-амăшĕ. Кил-çурта пăхса тăма пĕр вăй та çук ĕнтĕ (совсем нет сил). Никит. Выльăхсем валли пĕр апат та (никакого корма) юлмарĕ (в засуху). || В отрицат. оборотах: ничего не ..., вовсе не ..., совершенно не... N. Урапа çинчен тепле аннă, хам пĕр (ничего) пĕлместĕп, тет. N. Асран пĕр кайми хĕрсем. N. Пĕр йор та çок. N. Авă саранча, шăрчăк, хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. СТИК. Пĕр сасă-чĕвĕсĕрех епле каян унта. Как пойдешь без зову (на свадьбу). N. † Пĕр çук çĕртен (без всякого основания) çын çисен, çав çунтарать чĕрене. N. † Пичен йăмăк полаччен, хăрăк тонката полас мĕн, пĕр чĕнмесĕр (молча, без звука) ларас мĕн. (Хĕр йĕрри). Пахча çим. 3. Унта пĕр çил çуккипе хĕвелпе пахча çимĕçĕ пĕтсе ларать (погибают). Юрк. Леш, çывăрса лараканскер, ку мĕн каланине илтмесĕр, пĕр чĕнмесĕр çывăрса ларат. Толст. Çапла йытă пĕр нимĕнсĕрех тăрса юлчĕ (осталась ни с чем), тет. ХЛБ. Анчах ĕçе пит тĕплĕ, пĕр васкамасăр (нисколько не торопясь) тăвас пулать. Дик. леб. 34. Унăн сăнĕ, ĕлĕк илемлĕскер, халĕ хуп-хура, пĕр илемсĕр. Кильд. † Пĕр (ни разу) анмăтăм эпĕ шыв хĕрне, юрататăп шывăн сассине. Баран. 122. Пĕр кирлĕ мар чух, когда нет никакой надобности. || Какой-то. Ск. и пред. 46. Çурса пĕтернĕ кĕпи вырăнне пĕр хураскерне тăхăнса та янă. Якейк., Хора-к. † Пирн Йăванĕ туракĕ ял ятне те каламаþ, хĕр ятне те каламар, вырăс ялĕ поль тесе, маþа хĕрĕ поль тесе, пĕр хораскер-лотраскер, çак ял хăтне ярнăскер, пирн ял хăтне кӳрес çок. Орау. Пĕр тутаþ (т. е. тутарĕ) тем хăтланать унта, пăх-ха. IЬ. Пĕр мурĕ кунта епретсе хăварнă (испражнился жидким). || Какой-нибудь. Орау. Пĕр усалĕ çаклатса туртин (турδиын')!.. А вдруг, если какой-нибудь негодяй зацепит и отдернет задвижку!.. N. Килте пĕр япалине пăхсан та савăнмалли çук. || Во-первых. Ашшĕ-амăшĕ. Пĕр, вăл ĕнер, вырăнсăр сăмахсем калаçнăшăн, ӳкĕннĕ, ытларах тата Лисахвине вăл (он) хĕрĕнкĕ чухне чĕрене çемçетмелле сăмахсем каламаншĕн çиленнĕ. || С одной стороны. Изамб. Т. Çитменни пĕр хуплат, тата кин: ĕçлеместĕн, тесе, пĕр вăрçат. || Иногда употребл. в смысле «замечательно». Орау. || Иногда является как бы вставкой и не переводится. П. Пинерь. † Вăрман хĕрри каюлă, пĕр ярса утсем транас çук. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм. Н. Карм. † Кăçалхи пĕр ута, ай, çуласси; çулассинчен питĕрех пухасси. Çак тăвансене пĕр курасси; курассинчен питĕрех уйрăласси. Шибач. † Лаши пĕр йортать, поçне пĕр утать, вăрăм пĕр çолне çитесшĕн. N. † Ах, аннеçĕм, анне, пĕр çуратрăн, ӳстертĕн, пама вырăн тупмарăн. Турх. Ăшра мĕн пуррине каласассăн, пĕр хурланнă чунăм пĕр ĕсĕклĕ (будет всхлипывать). АПП. Ямшăксенĕн пуши — вăрăм пушă, пĕр çавăрса çапасси час пулмасть. Баран. 54. Çитнĕ ялта пĕр Тарас çавăн пек пумилкке туса хăварнă. IЬ. 130. Хăш та хăш чул ытла та нумай пулать; пĕр хăйсенченех тусем, сăртсем пулса тăраççĕ. Абыз. † Килях та пĕр, ывлăм, темерĕ (дуб). N. † Вуник пĕр юман пĕр кутра, турачсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă. Сунчел. † Кашăк аврисене сăрлама вуниккĕ пĕр мăскал сăр кирлĕ. N. Кĕмĕлтен çĕрĕ хывтартăм, вуникĕ пĕр кĕмĕл укçаран. Образцы 59. Курки аврисене сăр сарлама вуникĕ пĕр тĕслĕ сăр кирлĕ (12 разных красок). N. † Хурăн пĕр айĕнче ик сулă: пĕри ылттăн, пĕри кĕмĕл. Альш. Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек, хуçăлтăмăр çĕмĕрт пĕр туя пек. IЬ. Аврăлă куркан аври ылттăн, çавра пĕр куркан тĕпĕ ылттăн. (Здесь можно понять и в см. «единственный»). N. Вуникĕ чĕкеç пĕр кашта (заняли весь шест), юрласа пĕр юрри пĕтмерĕ. Пазух. Сĕтелĕрсем çинчи сĕтел çитти, утмăл та пĕр çитмĕл те, ай, çӳçи пур. Шел. 7. Ылттăнăм та çук ман, кĕмĕлĕм çук, пĕр Мускавран килнĕ те мулăм çук. (Можно понять и в смысле: «ни одного»). Юрк. † Эпир çак тăвансемпе пĕрле пусан, калаçса пĕр сăмахăмсем пĕтме-çке. Альш. † Сатраях та çырла пиçет-çке, тĕрлĕрен пĕр курăкпа варшăнса. Собр. † Ларсам, ларсам, тиеççĕ. Хăш-пĕр енчен ларам-ши? (Здесь можно понимать и как «хăш-хăш», который). || Альш. Пĕр шӳтле вăл (одна комедия), хĕри-пăраç ĕçки. || Выражает любовное отношение. С. Тим. † Икĕ пӳртçĕм, пĕр пӳртçĕм, йĕри-тавра тĕкмеçĕм. Тайба-Т. † Ĕнтĕ хирте тăман çăвать-ĕçке, ял хушшисем те пĕр епле-ши? Янтик. Çаранăн та пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен: Ачач 110. Килте пĕр аннене каласа парап ĕнтĕ, тесе малтанах шутласа хурать. || Вплоть до. N. † Мамăк минтер, тĕк тӳшек: пĕччен ан вырт, иккĕн вырт. Пĕрех пĕччен (в одиночку) выртсассăн, пĕр вилеччен ӳкĕнĕн.

пĕрех

(пĕр + усилит. част. ех), один только. Вĕлле хурчĕ. 11. Пĕр çулхине çапла ман пахчара улма йывăççи чечеки тăкăнсан, пĕрех кунта, хам сисеччен, тăватă вĕллери хуртсене вĕлерсе пылне çаратса кайрĕç. Чт. по пчел. Хăш чухне эпĕ пĕрех кунта пилĕк сехет те ĕçлетĕп. N. Хăшĕ тепĕр чухне пĕрех каçра çич-сакăр тенкĕ ĕçсе яраççĕ, усси пуçа ыраттарнинчен урăх нимĕн те çук. Альш. Пуп ачана мĕнле ят хунă, çав юранă. Çавăнпа чăвашăн пĕрех килте пĕр ятлă çын темиçе. N. † Ах, тантăшçăм, тетĕп, пĕрех чунçăм. М. Васильев. Эп мĕн порĕ те онта пĕрех кайса корнă, и то пĕчиккĕ чох анчах. N. Утасра (назв. местности) пĕрех çын вили выртат. || Одно и то же, одинаково, все равно. СЧЧ. Капла чӳк тунипе чӳк туманни пĕрех, луччĕ вуç чӳк тăвас мар, терĕçĕ. Дик. леб. Кĕнеке çине пăхса та, пăхмасăр та пĕрех вуланă. Кан. Пирĕн ялăнпа пĕрех, нумай пусăллă уйсем туса хăвараççĕ. || Постоянно. Çĕнтĕрчĕ 14. Манпала пĕрех аван пулсан, сире кĕрпе-çăнăх мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ парăттăм. || Почти. N. Халĕ эпĕр сирĕн Павĕлпеле пĕрле курса пуплетпĕр кашни конпа пĕрех. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Ачач 11. Çапах та, йăвăç пахчисем кашни килĕнпе пĕрех. Шурăм-п. Амăшĕ увăн патĕнчен уйăрăлманпа пĕрех. Изамб. Т. Кантăра шывран кăларсан ĕç вара пĕтнĕпе пĕрех. Юрк. † Çак киле те килтĕм, мĕн куртăм? Пĕрех хам çĕклейми чыс куртăм. || Вдруг, неожиданно, сразу. Собр. Хай вупăр (ведьма) кушак пулчĕ, тет те, куçран пĕрех çухалчĕ, тет. Качал. Ку ăна апла калакансене пĕрех хăрах хултан тытса утать, тит. Янбулат. Ачийĕ (парень) пĕрех пачĕ ричакпа, карчăк анраса карĕ. IЬ. Эсĕ вара пĕрех çап она (чтобы убить его). Якейк. Илле кăçкăрса килнĕ чох пирн Элексантăр пĕрех хыçала таратчĕ кăмака çинче (прятался назад на печке).

авăн ту

(авы̆н т̚у), i. q. (тоже, что) авăн хур. Шумш. С. Эс виç кĕлте хор та, авăн ту та çап, виç кĕлте хор та, авăн çап, тесе каларĕ, тит. Он сказал ему: „Ты положи три снопа и обмолоти, положи три снопа и обмолоти“.

ала

(ала), cribrum, incerniculum, решето, сито. Ст. Чек., Якей. Паян пасарта ик ала илтĕм. Сегодня я купил на базаре два решета (или сита). Карамышево. Ала шăтнă. Рогожка решета (полотно сита) прорвалась. Сирах. 50. Алана алласан çӳп-çап тăрса юлать (ubi plerique omnes: алапа leg. putant). || Eodem nom. cribrum aucupatorium appellatur. Также решето для ловли птиц. Толст. Кайăкçă кăвакарчăн тытас тесе ала тăратрĕ. Охотник поставил для ловли голубей решето.

алла кил

(алла к̚ил), manu apte teneri posse, быть по руке. СТИК. Ку çаппăççи (т. е. çапăççи, çап-йывăççи) мана пĕрте (пэ̆рдэ̆) алла килмес или: пĕрте алла килмес. Мне этот цеп совсем не по руке. Ib. Ку çаппăççи мана пит алла килет. Этот цеп мне совсем по руке. Череп. Ку çурла алла килет. Этот серп удобно держать в руке.

алăк укçи

propr. ostiarium, pecunia, quae in nuptiis a sponso solvitur, ut in aedes sponsae intromittatur neve ianua prohibeatur. Деньги, взимаемые на свадьбе с жениха за пропуск его в дом невесты. Урмай. Çичĕ пуслăх алăк тĕп çитмĕл пусах ыйтаççĕ! Çап, вăртахлăм, лашуна: пре çапас та сиктерес, алăк укçи иттерес! (Алăк укçи панă чух кĕрӳ умăнче юрламалли). За двух-копеечный порог они требуют двадцать копеек! Ударь, брат, по лошади: раз ударить — и перемахнуть (точнее: заставвть лошадь перескочить через запертые ворота), — показать им, как требовать деньш за выезд! (Песня, которую поют жениху, когда он платит за пропуск во двор невестина дома).

алтăр-çăлтăр

(алды̆р-с̚’ы̆лды̆р, — с̚’ŏлдŏр), Ursa Major, Helice (nom. sideris), созвездие Б. Медведицы (Якей., СПВВ. ИА., Турхан., Чув. прим. о пог., 162.). СПВВ. ИА. Алтăр-çăлтăр çичĕ çăлтăр, çичĕшĕ те çап-çутă; манăн аттепе аннен çичĕ хĕр, çичĕшĕ те чип-чипер. Большая медведица — из семи звезд, и все семь звезд яркие-преяркие; у моего отца и матери семь дочерей, и все семь хорошенькие-прехорошенькие.

ан

(ан), vox ignota, quae non invenitur nisi in compositione, слово, встречающееся лишь в следующем обороте. Сред. Юм. Анне-тĕлне (lege: анн’э, priore consonante non emollita) пĕлмес, stupidus est, hebes est, не имеет смекалки, бестолков. Ib. Анне-тĕлне пĕлмес õ, çынсĕм мĕнле хõшнă, çавăн пик тăвать: „хĕне“, тесен хĕнет, „çап“, тесен çапать. Он бестолков, делает то, что ему велят другие. Если ему скажут: „бей“, он будет бить, если скажут: „ударь“, — ударит.

ан çап

(с̚’ап), i. q. (то же, что) авăн çап. Б. Олг. и др.

анатри чăваш

(ч̚’ы̆ваш) ita appellantur Tschuvachi infernates, quorum regio inferius sita est, quam eorum, qui vocantur вир-ял, вире-ял (v. hanc v.). Низовые чуваши. См. вир-ял, хирти. Ягудар. Анатри чăвашсем пиртен хĕвел-тохăç енелле порнаççĕ. Низовые чуваши живут от нас на восток.
Петр Ив. Орлов, уроженец с. Орауш, Ядрин. у. Казан. губ., написал мне о различиях между отдельными группами чуваш следующее. „Анатри (малти, мал енчи) чăвашсемпе хирти чăвашсем тата вир-ялсем (хура урасем). Чăвашсем пирĕн виçĕ пая уйăрăлаççĕ: анатри чăвашсем, хиртисем, вир-ялсем. Вир-ялсем çăвар туллин, хыттăн калаçаççĕ. Вăсенĕн сăмахра сас-палли „у“ сахал. „У“ вырăнне вăсем ялан „о“-па калаçаççĕ: „кулать“ тиес вырăнне „колать“ теççĕ; „пек“ тиес вырăнне „пак“ теççĕ. Тум тумланнă тĕлтен вăсем пушшех, тата ытла паллах, уйрăм тăраççĕ. Вăсем шурă сăхман тăхăнса, урисене хура тăлла сырса çӳреççĕ. Çула тата арçыннисем (хăш-хăш вырăнта) пайтахăшĕ çӳллĕ тӳпеллĕ шĕлепке тăхăнса çӳреççĕ. Хĕр-арăмĕсем çула шурă шупăр тăхăнса, урисене хура тăлла сырса çӳреççĕ; хĕлле шурă сăхман тăхăнса çӳреççĕ. Çăпатисем пĕчĕк пуçлă, пуçĕсене чĕрсе тунă çăпатасем пулаççĕ. Ури тунисене темĕн тăршшĕ тăлла чăркаса тукмак ура туса, çăпати кантăрисемпе чăркуççине çитичченех хитрен хĕреслесе чăркаса хăпараççĕ. Пирĕн патрисем вăсене „яка“ теççĕ. Чăнахах та вăсем яка çӳреме юратаççĕ. Çула пулсан вара, пасара тухсан, вир-ял хĕр-арăмĕ çинче пĕр тусан пĕрчи кураймăн: çăпатисенче, çăпати кантăрисенче пĕр сӳсленчĕк кураймăн: шăрçа пек яп-яка, çап-çутă; хăйсем шĕлкемисемпе, сурпан çаккисемпе, тенкĕллĕ мăйисемпе ялтăртаттарса, шанкăртаттарса йăлкăшса анчах çӳреççĕ. Пирĕн анатри (кал енчи) чăвашсем вăсене „Вир-ялăн какрашки арăм пулсан ланчашки,“ теççĕ; çăпати кантăрисем çинчен: „Вир-ялăн çăпати кантăри тăхăр хăлач,“ теççĕ; „вир-ялсем вăсем мухтанчăк, какрашка,“ теççĕ. Арăм пулсан вир-ялсем анатри чăваш арăмĕсем пекех пуçĕсем урлă пĕкĕ пек масмак хурса çӳреççĕ. Сурпанĕсем, ансăрскерсем, мăйра анчах яваланса çӳреççĕ. Хăш чухне масмакки пуçĕ çинчен каялла кайса ӳкет те, пирĕн вара ăна кулса: „Вир-ял арăмин лаши тăварăннă, пĕкки каялла кайса ӳкнĕ,“ теççĕ. Арăм пулса пĕр-икĕ ача тусан вара унăн какрашки-пĕкрешки лăштах тухса ӳкет: çӳçне-пуçне пуçтараймаçт, кĕпи-йĕмне таса тытаймаçть, час-часах кĕпи арки вĕçĕнче ача пăхĕ сап-саррăн курăнса çӳрет; пӳртне-çуртне те çавăн пекех тирпейлĕ тытаймасть — латти пĕтĕмпех пĕтет килĕнче, пĕр пасара анчах çиççĕ тухма пĕлет. Вăсенчен хĕвел тухăçĕ еннелле анатри (малти, мал енчи) чăвашсем пурăнаççĕ. Вăсем Атăлтан пуçласа Йĕпреçпе Шăхрана çитиччен кăнтăрланалла, вăр-ялсемпе хиртисем хушшинче, тăрăхла-кăна пĕр лаптăк пек çĕре йышăнса пурăнаççĕ. Çав лаптăкăн кăнтăрла енчи пуçĕнче кушлавăшсем те çак анатри чăвашсемпе хисепленеççĕ. Кушлавăш, Уравăш, Хир-пуç, Утар, Рунк чăвашĕсем, хăйсем, хĕр-арăмсем тумланнипе вир-ял та мар, хирти-анатри те мар. Вăсенĕн çывăхнерехри вир-ялсем вăсене кушлавăшсем теççĕ; катари Йетĕрне патĕнчи, Кăрмăш çинчи вир-ялсем вăсене анатри (мал енчи) чăвашсемпе хисеплеççĕ, çывăхарахри хиртисем кăшт урăхларах калаçнăшăн, хĕр-арăмĕсем урăх тĕрлĕрех тумланнăшăн виç-ялсем вырăнне хуçасшăн. Мĕн пур чăваша лайăх тĕплесе йĕрлесен темиçе пая та уйăрма пулать. Вĕт-шакпа чăвашсене темиçе пая уйăриччен эпĕ вăсене, мĕн пурне, виçĕ пая уйăратăп; çавăнпа Кушлавăш чăвашсене анатри чăвашсем çумне кайса хуратăп. Пĕтĕмпех анатри чăвашсем пек пулмасан та, тумланасса та калаçасса та вир-яалсем пек те мар, хиртисем пек те мар, çав анатри чăвашсем пекрех калаçса тумланаççĕ. Арçыннисем хура сăхман е кăвакрах сăхман тăхăнса, урисене шурă тăлла сырса çӳреççĕ; çула пуçĕсене е пĕчĕк çĕлĕк, е карттус тăхăнаççĕ. Çăпатисем вир-ялсен пек шăраçласа тунă вăрăм кантăраллă çăпатасем мар. Хĕр-арăмĕсем е пир тăлла сырса çӳреççĕ, е шурă çăм тăлларан (пасар тăллинчен) тунă чăлха тăхăнса çӳреççĕ. Кĕписем е чĕрлесе тунă шурă кĕпесем пулаççĕ, е хăйсем хĕрлĕрен, кăвакран тĕртсе тунă пиртен (улачаран) çĕленĕ кĕпесем тăхăнса çӳреççĕ. Юçĕсене тĕрлĕ тĕслĕ вырăс туттăри çыхса çӳреççĕ. Урисене пир тăлла сырнă пулсан çăпати кантăрисемпе кăшт вир-ял манерлĕрех çӳлелле чĕркесе хăпараççĕ; шурă чăлха тăхăннă пулсан, çав чăлха çинчен тата тепĕр ура пакăлчакĕнчен иртекен хура чăлха пуçĕ тăхăнса, çăпати кантăрине пĕр çĕре чĕркесе, чăлхине антарса ăна атă хуçланчăкĕ пек туса çӳреççĕ. Арăм пулсан пуçне сурпан сырăнса ĕнсе хыçне, мăй таврашне çынна кăтартмасăр çӳреççĕ. Хĕрсем çула туя кайнă чухне пуçне тухья тăхăнаççĕ. Вир-ялсен тухья таврашĕ, сăрка таврашĕ çук. Ĕлĕк çав тухьясене, сăркасене пăраçниксенче (уявсенче) те тăхăннă та, халĕ туя кайнă чухне те пурте тăхăнмаççĕ. Сурпанĕсем те вăсенĕн, масмаккисем те, пуç-йĕпписем те вир-ялсен пек мар: сурпанĕсем вăрăмрах, сарлакарах; масмаккисем сарлака та кĕске, тĕррисем лешсенчен начартарах; пуç-йĕппи те кĕске те, тенкисене вир-ялсенни пекех нуммай çакса тултарман. Вир-ял арăмĕсен хăлхисем, ĕнси хыçĕсем курăнсах çӳреççĕ, пирĕн арăмсен вăсем курăнмаççĕ. Вăсем саланнă пуçĕсемпе хунешшĕсене те тата урăх ют çынсене те курăнсан аван мар теççĕ. Çаплах тата çара уранăн та вăсен куçне курăнмаççĕ. Çав йăлана лайăх тытса тăракан хĕр-арăмсенне упăшкинчен пуçне урăх арçынсем хайсем виличченех вăсен пуçне, урисене куримаççĕ. Арăмсем хăнана-мĕне кайнă чухне пуçĕсене пуçлă туттăр çыхса каяççĕ, ун çинчен кăримĕски çĕлĕк тăхăнаççĕ. Çула пулсан çав пуçлă туттăра е вырăс туттăри анчах çыхаççĕ. Вырăс туттăрине пуç тăррине анчах та çыхаççĕ тата майралла та çыхса çӳреççĕ; пуçлă туттăрне те икĕ тĕрлĕ çыхаççĕ: е тавăрса çыхаççĕ, е çыхса икĕ вĕçне тан туса çурăм çинелле усса яраççĕ. Вир-ялсен пуçлă туттăр çыхмаççĕ, яланах вырăс туттăри çыхса çӳреççĕ е катам пиртен тунă вырăс туттăри пек тăватă кĕтеслĕ шурă туттăр çыхса çӳреççĕ. Вир-ялсем вăсем мĕн пурĕ те Кăрмăш уесĕнче, Чикме уесĕнче, Шупашкар уесĕнче, Петерне уесĕнче анчах пурăнаççĕ. Шупашкарпа Етĕрне уесĕнче те пĕтĕмпех вир-ял мар. Шупашкар уесĕнче вăсем хĕвеланăç енчи чиккинелле анчах пурăнаççĕ. Ытти (урăх) çĕрте анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Вир-ялсемпе анатри (малти) чăвашсен чикки акă çаплă: Анаш тиекен чикӳллĕ ялтан хĕвел анăçнелле, Шăхчасем-мĕнсем еннелле, вир-ялсем пурăнаççĕ, вăсенчен малалла анатри (мал енчи) чăвашсем пурăнаççĕ. Унтан Иккассисене хĕвел-анăçнелле хăварса Шупашкар уесĕпе Çĕрпӳ уесĕ тата Етĕрне уесĕ чиккисем пĕр çĕре пулнă çĕрелле пырсан, хĕллехи хĕвел-анăçнелле (сылтăмалла) вир-ялсем юлаççĕ, çулахи хĕвел тухăçнелле анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Унтан Патĕр-ялне (Богатырева) çитсен вăл ялта вир-ялсемпе анатри чăвашсем хутăшах пурăнаççĕ. Вăл ялтан вăсен чикки Пысăк Çавал урлă каçса Супарпа кайса Çĕрпӳпе Етĕрне чиккипе Çарпуçпе çитичченех: сылтăм енче вир-ялсем пурăнаççĕ, сулахай енче анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Çарпуçĕнче анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Чарпуçĕнчен пуçласа вăсен чикки Етĕрне уесĕ çинерехрен икĕ уес чикки хĕррипе пырать: Кипекпе Туçи-Çармăса сылтăма хăварса, Етерне уесĕнче тăракан Сĕрелсене сулахая хăварса, Мăн Санар урлă каçса, Пĕчĕк Санара çитиччен сылтăмра вир-ял пулаççĕ, сулахайра анатрисем пулаççĕ. Çĕрпелĕнче анчах анатри чăвашсем вир-ялсемпе çывăх тăнипе халĕ ĕнтĕ пĕтĕмпех вир-ялсем пек тумлана пуçларĕç. Унтан малалла вĕсенен чикки Хир-пуçĕнчен Пĕчĕк Санар тăрăх Санар пуç патнелле хăпарса, Вăта-Çуна çырмипе рашча виттĕр тухса, Упнер урлă каçса, Сăр вăрман сăмсине тăрăнать. Çапла пынă чухне сылтăма юлакан ялсем: Çармăссем (Хурăнсур), Санар пуçĕ, Елменсем, Иртеменкассисем, Çĕн-ял-Хапăç, Кив-ял-Хапăссем, Упнер-Ханăссем пурте вир-ялсем пулаççĕ. Чарпуçĕнчен пуçласа Етĕрне уесĕнчи сулахай енне юлакан чăвашсем, Уравăшпа Хир-пуç. Утарва Рунк тата мĕн пур Кушлавăш анатри чăвашсем çумăнче тăраççĕ. Çав Етĕрне уесин пĕр кĕтессинчи анатри чăвашсем çумăнче тăракан чăвашсем анатри чăвашсенчен кăшт урăхларах тата. Калаçассине те пĕр пекех калаçаççĕ, анчах хĕр-арăмĕсем урăхларах тумланаççĕ — çавăнтан кăшт уйрăмми пур. Чăн анатри (пайăрах анатри) чăвашсем сурпанпа пĕтĕм пуçне чĕркесе пĕр çуç пĕрки те катартмаççĕ, Кушлавашсем, Уравăш таврашсем, Сĕрелсем, Чарпуç таврашсем пуçне сурпанпа хыçалтан икĕ тăнлава çитиччен явалаççĕ те унтан çиелтен пуç-йĕппипе пустарса, йĕпписемпе масмака икĕ енчен чиксе хурса хытарса хураççĕ, çавăнпа сурпанĕ хыçалтан вир-ялсен пек ĕнсе çине кайса лармаçть. Çаван пек чăвашсем çав ялсем анчах мар; тата Çĕрпӳ уесин Ачча (Ачакасы) прихутĕнчи чăвашсем те пуçĕсене çав Кушлавăш, Уравăш, Сĕрел, Чарпуç чăвашĕсем пекек сырăнаççĕ. Ытти тум тумланас тĕлтен лешсем те кусем те пĕрехрехех, ытла пайăрах пĕр-пĕрне уйăрса тăракан япала çук; арçыннисем те хĕлле те çула та пĕр пекрехех тумланаççĕ. Анатри чăвашсенчен чукун çул урлă лерелле вара хирти чăвашсем пуçланса каяççĕ. Хиртисем тесе Чĕмпĕр кĕпĕрнинче, Тетĕш уесĕнчĕ, Çĕрпӳ уесĕнче пурăнакансене калаççĕ. Хирти Тăвашсем анатри чăвашсенчен тумтир тĕлĕшĕнчен те калаçна тĕлĕшĕнтен те уйрăлаççĕ. Хиртисен арçынĕ-хĕр-арăмĕпех шурă çăм тăлларан тунă чăлха тăхăнса çӳреççĕ. Арçыннисем шурă кĕпе-йĕм пĕртте тăхăнмаççĕ: пурте хăйсен хĕр арăмĕсем тĕртсе тунă е кăвак улача е хĕрлĕ улача тăхăнса çӳреççĕ. Хĕр-арăмĕсем пуçĕсене малти чăвашсем пек, пĕр çӳç пĕрчи кăтартмичченех, сурпан сырăнаççĕ те, анчах кĕпи-йĕмĕсем шурă мар. Каллех сурпанĕсем те анатри (малти) чăваш арăмĕсем пек мар, урăхларах, сарлакарах; сурпан, пуçĕсем тата хитререх пулаççĕ. Кĕписене, хăйсен улачисенчен тутар арăмĕсен кĕпи евĕрлĕрех, вырăссен сараппанĕсем евĕрлĕрех кĕпесем çĕлесе тăхăнаççĕ; аркисене, кĕпи умĕсене вăсем тутарсен пек темĕн тĕрлĕ пусмапа (пасар таварĕпе) тытса эрешлесе пĕтереççĕ. Пуçĕсене пуçлă туттăр çыхмаççĕ, пурте вырăс туттăрине майралла анчах çыхса çӳреççĕ. Çиялтан тăхăнакан тумтирсем анатрн чăвашсеннипе пĕрех: уйрăм-уççи çук. Тата хирти чăваш арăмĕсем анатри чăвашсемпе вир-ялсенчен акă мĕнпе уйăрăлаççĕ: хиртисен хĕр-арăмĕсем мĕн пур чăвашсем (арçынсем) тăхăнса çӳрекен йĕмех тăхăнса çӳреççĕ, вир-ялсен хĕр арăмĕсемпе анатри чăваш хĕр-арăмĕсем тăватă кантăраллă шурă йĕм тăхăнса çӳреççĕ. Вăл йĕм питĕ шалпар та, унтан кулса ăна пĕлекен хиртисем: „Вăсем кĕрептук тăхăнса çӳреççĕ,“ теççĕ. Икĕ малти кантăрисемпе хире-хирĕç каялла çыхса хураççĕ, икĕ хыçалти кантăрисемпе малтан çыхса хураççĕ. Тула тухас пулсан кайри кантăрисене анчах салтса тула тухаççĕ. Вир-ялсем анатри чăвашсемпе хиртисем çинчен, кулса: „Вăсенĕн урисене пушă аврипе çапсанах хуçăлмалла,“ теççĕ. Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи (хирти) чăвашсем вир-ялсене „хура урасем“ теççĕ; тата Пăва уесĕнчисем хăшĕ-хăшĕ „виртисем, виреллисем“, теççĕ. Уфа (Йĕпхӳ) кĕпĕрнинчи, Самар кĕпĕрнинчи нуммайĕшĕ анатри чăвашсем патĕнчен куçса кайнă та, халĕ вăсем хирти чăвашсем пек калаçаççĕ. Кĕпи-йĕмĕсем хиртисенчен те урăхларах пулса вырăссен манерлĕ пулса кайнă. Вăл кĕпĕрнесенче чăвашсем пуррине ĕлĕкрех кунти чăвашсем пĕлмен те. Калаçнă тĕлтен те тата анатри (малти, мал енчи) чăвашсемпе хирти чăвашсен хушши уйрăмми пур: анатри чăвашсем „хăпар“ теççĕ, хиртисем „улăх“ теççĕ; анатрисем хиртисене: „вăсем çыпăçтарса калаçаççĕ,“ теççĕ, хиртисем анатрисене — „вăсем чĕлхе вĕççĕн калаçаççĕ: пулат темеççĕ, пулать, каять тесе калаçаççĕ“ теççĕ. Хиртисемпе анатри (малти, мал енчи) чăвашсенĕн чикки Йĕпреçрен (Ибреси) пуçласа Тĕрлемесе (Тюрлема) çитиччен чукун çул тăрăх пырать (приблизительно). Чукун çулăн сулахай енче анатри чăвашсем пулаççĕ, сылтăм енче хиртисем пурăнаççĕ. [Дальше пишет по-русски]. Такое разделение чуваш на анатри, хирти, и вир-ял имеют чуваши Ядринского, Чебоксарского и отчасти Цивильского уездов. Некоторые интеллигенты-чуваши, особенно чуваши Буинского уезда, такое разделение представляют иначе. Последние делят их на вăрмантисем, виреллисем и хиртисем, но при этом они не руководствуются строго наречием и разделением их по одеянию, которое относительно женщин дает повод строго разделять их на три группы, по вышеописанным приблизительным границам. При таком разделении чуваш не принимаются во внимание чуваши Самарской, Саратовской, Оренбургской, Уфимской, Тобольской и Томской гурерний.“ Перевод. Чуваши низовые, степные и вир-ял (верховые). Наши чуваши разделяются на три группы: на визовых, степных и вир-ял (верховых). Вир-ял говорят грубо, во весь рот. В словах они звук у употребляют мало, вместо звука у говорят на о; напр., вместо кулатьколать, а вместо пекпак. Что касается одежды, то они еще больше отличаются (разнятся) от других чуваш. Они носят белые кафтаны и черные онучи. Мужчины летом местами носят высокие шляпы с подхватом. Женщины летом носят кафтанчики из белого полотна, а зимою-белые кафтаны, и обуваются летом и зимою в черные онучи, при чем навертывают их так толсто, что ноги образуют из себя настоящие колотушки. Лапти у них с маленькими головками, которые отделываются более мелким плетеньем. Оборы очень длинны и красиво навертываются крест-на-крест до самых колен. Наши чуваши называют их франтами. Действительно, они любят одеваться. Когда вирьялка выйдет на базар, то на ней не увидишь ни пылинки; ни на лаптях, ни на оборах не найдешь ни мохра, ни задоринки: все гладко и блестит, как бусинка. Весело ходят оне, сверкая и позванивая своими шельдемами, сурпан çакки и ожерельями из крупных серебряных монет. Наши, т. е. низовые чуваши, говорят про них с насмешкой: „Вирьялка форсит только пока в девках, а выйдет замуж, так на нее срам посмотреть“. Над оборами тоже смеются и говорят, что оне длиною в девять сажен. Их считают хвальбишками и форсунами. Замужние женщины у вирьялов, как и у низовых, понерек головы носят масмак. Их узкие сурпан треплются вокруг шеи. Иногда масмак у них слезжает назад; об этом тоже отзываются с насмешкой, говоря: „У вирьялки распряглась лошадь — дуга свалалась назад“. После двух-трех родов у вирьялки пропадает весь форс: она ходит косматой, растрепанной, в грязной рубашке; часто можно заметить по краям подола желтые пятна от испражнений ребенка. Так же мало смотрит она и за чистотой в избе. (Прежний) форс появляется у нее только тогда, когда она собирается на базар. От них к востоку живут чуваши низовые (восточные, живущае к востоку) они живут между вирьялами и степными чувашами (хирти) и занимаюг продолговатую полосу, начиная от р. Волги и до станций Ибреса и Шихраны Московско-Казанск. железн. дороти. Чуваши, живущие на южном конце этой полосы и называемые кушлавăшсем (кошлоушинские), тоже входят в число низовых чуваш. Кошлоушинские, ораушинские, хириосинские, отарские и рунгинские чуваши, по одежде женщин, и не вир-ял, и не низовые, и не степные, а представляют из себя как-бы особую группу. Ближайшие вирьялы прямо называют их кошлоушинекими; вирьялы, живущие в отдаленности, около г. Ядрина или в Курмышском уезде, считают их низовыми чувашами, а ближайшие степные чуваша, из-за небольшой разницы в говоре и одежде женщин, склонны считать их вирьялами. Строго говоря, чуваш можно делить и на большее число групп. Не разбирая их по мелочам, я разделяю их на три группы; потому и кошлоушинских чуваш я причисляю к низовым (анатри). Хотя они не совсем похожи, как на вир-ял, так и на низовых (анатри), но в общем они, по говору и по одежде, гораздо ближе к низовым. Мужчины носят черные или сероватые кафтаны, обуваются в белые суконные онучи (покупаемые на базарах); летом ходят либо в фуражках, либо в маленьких шапочках. Лапти оляповатые, а не тщательно сплетенные и разукрашенные, как у вир-ял, и оборы не длинные. Женщины обуваются либо в портянки (нарочно для того сотканные), либо носят чулки, сшитые из белого же базарного сукна. Рубашки (верхнее платье) носят сшитые из белого холста и вышитые узорами, или же сшитые из пестряди, сотканной с синими и красными тонкими полосками по красному полю. Повязываются ситцевыми платками разного цвета. Если ноги обуты в портянки, то оне обертываюг их оборами немного похоже на вир-ял; а если ноги обуты в белые чулки, то поверх этих чулок из базарного сукна надевают еще черные носки домашней вязки; эти носки обертывают оборама не как вирьялы, а вплотную, и оборы лежат рядышком, у самой щаколотки; затем чулки спускают к носкам, и они образуют нечто похожее на складки сапог. Замужние женщины голову обертывают сурбаном и никогда не оставляют шею голою. Девушки, летом, когда едут на свадьбу, надевают тухья (особый головной убор девушек). У вирьялок ни тухья, ни сăрка (украшение из монет и бус, носимое девушками на груди и спине) не бывает. Раньше эти тухья и сăрка носили и в христианские праздничные дни и в свои языческие праздники, а теперь эти уборы надевают только на свадьбах, и то не все. У них сурпан, масмак и пуç-йĕпии (головные уборы женщин) не похожи на вирьяльские: сурпан длиннее и шире, а масмак — короче и шире, и узоры на нем похуже, чем у вирьялов; пуç-йĕппи (убор на задней части головы) короче, и серебряных монет на нем не навешано столько, сколько у вир-ял. У вирьялок всегда видны уши, шея и затылок, а у женщин анатри их не видно. Оне не показываются простоволосыми (ни деверьям), ни свекрам, ни чужим людям: это считается неприличным. Точно так же не показываются оне перед ними и босиком. Женщину, строго соблюдающую этот обряд, никто кроме мужа не увидит до самой ее смерти простоволосою или босою. Когда женщины едут в гости, то повязываются самоткаными платками и поверх платка надевают еще каракулевую или барашковую шапку. Летом оне повязываются лишь платками: либо самоткаными, лабо ситцевыми. Тот и другой повязывают двояким способом: ситцевым платком или повязываются поверх головы так, чтобы он обхватывал гоюву как татарская тюбетейка, или же повязываются им так же, как и русские женщины. Самотканые платки повязывают на подобие татарской чалмы (обхватив им голову и завязав его раз на затылке, оставшиеся концы завязывают спереди надо лбом, причем кониы платка торчат па голове в виде рогов), или же завязываюг этот самотканый платок на затылке, при чем длинные концы его закидываются назад и свободно висят на спине. У вирьялок этого самотканого (полотенцеобразного) платка нет, оне носят исключительно ситцевые платки, а также самотканые бумажные четырехугольные платки белого цвета, похожие на ситцевые. Вирьялы живут лишь в Казанской губернии, в уездах: Козмодемьянском. Чебоксарском и Ядринском, и в Курмышском уезде Симбирской губернии. В Чебоксарском и Ядринском уездах не все чуваши вирьялы. В Чебоксарском уезде они живут только вблизи западной границы, а в остальных местах этого уезда живут низовые чуваши. Граница между низовыми чувашами (анатри, мал енчи) и вир-ял приблизительно такая: от с. Абашева, Чебоксарского уезда, к западу, в сторону дер. Шăхча, живут вирьялы, а к востоку от этого села — низовые чуваши. Потом, если итти к тому месту, где сходятся границы Чебоксарского и Ядринского уездов (около села Богатырева), оставляя деревни 1-е и 2-е Икково к западу, то направо, к юго-западу, живут вирьялы, а налево, к северо востоку, живут низовые чуваши. Затем, в Богатыреве живут смешанно и вирьялы и низовые чуваши. От этого села граница между ними идет через реку Большой Ци(ы)виль, в дер. Супар (Субар), Ядринского уезда, а дальше, по границе Цивильского и Ядринского уездов, идет до с. Ямашева (Чарпуç). От Ямашева граница между этими двумя группоми вдается в Ядринский уезд и проходит между с. Малыми-Яушами и д Туçи-Çармăс с правой стороны и старыми и новыми Сурьялами (Сĕрьел) с левой, переходит через речку Большой Санар и приходит на речку Малый Санар. Таким образом, направо от этой линии остаются вирьялы, а налево — низовые чуваши. Только жители с. Янгорчина (находящегося на этой линии), так как они живут на очень близком расстоянии от вир-ял, в последнее время начали одеваться по-вирьяльски. Дальше эта же граница от деревни Хирпосей поднимается по наиравлению к дер. Санар-пось, по реке Малый Санар и по притоку ее Вăта-çуна, проходит через Корабельную рощу и р. Упнер (приток Мал. Цивиля) и упирается в угол Сурского леса (Кирского лесничества). Итак, деревни Хурăнсур-Çармăс, Альмени, Санар-поси, с. Артеменкино, Новое и Старое Абызово, Упнер и др., остающиеся направо, будут вирь-яльскими, а налево, начиная от Ямашева, деревни, находящиеся в пределах Ядринского уезда: Орауши, Хирпоси, Отары, Рунги и все Кошлоуши (несколько селений) считаются населенными низовыми чувашами. Вот эти чуваши, находящиеся в одном углу Ядринского уезда, хотя считаютея низовыми, но несколько от них отличаются. Говорят они так же, как и низовые, но женщины одеваются иначе — в этом и разница. Настоящие низовые женщины сурбаном обертывают всю голову, так что у них не видно ни одного волоска на голове, а эти (кошлоушинские, ораушинские и окружающих их селений, Сурьяльские, и Ямашевские) обвертывают голову сзади до висков, сзади же, вровень с верхними краями сурбана, накладывают пуç-йĕппи в двумя концами последней, оканчивающимися булавками, прикрепляют сурпан к масмак, который вдет через голову, от уха к уху, и завязан под подбородком. Вследствие такого прикрепления сурпан у них не сьезжает на шею, как у вирьялок. Такие чуваши есть еще рядом с ними, и в Цивильском уезде ими населен весь Ача-касинский (с. Татмышево) приход. Их женщины тоже одеваются так же, как кошлоушинские, ораушинские и ямашевские. Что касается верхней одежды (кафтанов, платков) и обуви, то в этом отношении особенного различия между кошлоушинскими и анатри нет. Мужчины летом и зимою одеваются там и здесь одинаково. За низовыми, по другую сторону железной дороги, идут селения степных чуваш. Степными чувашами называются чуваши Симбирской губернии, а также Тетюшского и Ци(ы)вильского уездов Казанской губ. Степные чуваши отличаются как по одежде, так и по говору их. Степные чуваши, мужчины и женщины, носят чулки, сшитые из белого сукна. Велых рубах из самотканого холста они совсем не носят, а носят пестрядь (улача). Женщины их, как и низовые чувашки, обвертывают сурбаном всю голову, но белого костюма (кроме сурпан) у них нет. Их сурбаны отличаются от низовых тем, что они у последних (низовых) бывают шире и концы их красивее. Рубашки (верхнее платье) шьются из своей пестряди на татарский или русский лад: оне отчасти похожи и на татарские платья, а отчасти и на русские сарафаны; грудь и подол рубахи отделывают ситцами разного цвета, по татарской моде. Оне не повязываются самоткаными домашними полотенцеобразными платками, но все без исключения носят ситцевые платки. Верхняя же одежда у них одинакова с ниаовыми. Только женщины степных чуваш от низовых и вир-ял резко отличаются еще тем, что первые (хирти) носят те же портки, какие носят и мужчины. Женщины у вир-ял и у низовых носят портки с четырьмя гачниками (произн.: гашниками). Эти портки очень просторны в верхней части, и потому низовые чуваши, знающие это, смеются над ними и говорят: „Оне носят хребтуг“. Два передние гачника завязывают, обведя их по бокам, сзади, а два задних, также обведя их с двух сторон, завязывают концами спереди. Для отправления естественных нужд (praeter concubitum) развязывают задние гачники, завязанные спереди. Вирьялы смеются над низовыми и степными чувашами и говорят, что их ноги можно переломить одним ударом кнутовища (потому что оне очень тонки), а степные чуваши в свою очередь смеются над вирьялами, называя их черноногими. Многие чуваши Уфимской и Самарской губерний переселились от низовых, но теперь говорят как степные. Платье у них иное, чем у степных, и очень похоже на русское. Раньше многие из здешних чуваш даже и не знали, что там тоже живут чуваши. Разница в говоре низовых и степных чуваш заключается в том, что низовые говорят хăпар (поднимись), а степные улăх (поднимись). Низовые говорят о степных, что те говорят ясно, отчетливо, Степные чуваши говорят, о низовых, что они (анатри) „говорят кончиком языка“, т. е. букву „т“ произносят на конце слов мягко, напр.: пулать, каять и т. п., а надо будто-бы „пулат, каят“ и т. д. Приблизительная граница между низовыми и степными чувашами идет по линии Московско-Казанской железной дороги, от ст. Ибреси до ст. Тюрлема. По правую сторону от полотна железной дороги (к востоку) живут степньте чуваши, а по левую (к западу) — низовые. [Автор этой статьи написал ее не на чисто родном говоре, а на языке, довольно близком к книжному].

аппай

(аппаj), v. admirantis, quae nonnumquam etiam cum stomacho quodam proferri solet. Выражает сильное изумление, иногда с оттенком неудовольствия. Конст. Чув. Вăсем пурте: „Аппай! ăçтан пĕлсе пĕтертĕн эсĕ кăсене ку таранччен тĕплесе?“ терĕç. Все они вскричали в изумлении: „Господи! (или: батюшки мои!) каким же образом ты узнал все это с такими подробностями?“. Якей. Апаай! эс пит осал! Ах, какой ты, однако, озорник! Орау. Аппай! апла калаçмаçтьчĕ-çке-ха вăл! Господи, боже мой! да, ведь, он вовсе так не говорил! Орау. Аппай! Ку çап-çарах усалланса кайнă-ç! господи! да он совсем избаловался! Орау. Аппай! хытă каять!... Ах, как быстро идет (напр. поезд жел. дор.). Ib. Аппай! апла марччĕ-çке-ха вăл! Господи! да ведь это (вовсе) не так было! (живое опровержение слов собеседника).

капăр

подр. быстрому скоплению, собиранию в одно место. Упа 853. Вăл Сидăра хĕненĕ чухне сирĕн капăр пырса тытмаллаччĕ те, пĕтерсе те хумаллаччĕ. Ib. 676. Эпир: вăл çырла шырать пулĕ, тесе, ун умне капăр ӳкрĕмĕр. Альш. Ларăр, тетесем, сĕтел хушшине, тет. Тетĕшсем капăр сĕтел хушшине кĕрсе лараççĕ, тет. Сред. Юм. Хăй омне капăр пуçтарса илчĕ те, пире памарĕ те. Дш. леб. 51. Хăранипе халăх капăрах сирĕлнĕ. ЧС. Эпир, Караç (имя мальчика) хаяррăн кăшкăрнине илтсе, ура çине капăрах сиксе тăрса ял çинелле пăхатпăр — çап-çутă çулăм ялкăшса тăрать. Ядр. Капăрах хупăрласа илчĕç те, кăшах (сразу) пуçтарса хучĕç çынна (пикнуть не дали; убили, а он и не пикнул). См. Рааs. 58.

киревсĕрлĕх

негодность, упрямство. N. Алана алласан, çӳп-çап тăрса юлать; çавăн евĕрлĕ çыннăн та шухăшланă шухăшĕнчен киревсĕрлĕхĕ палăрать.

куян чĕппи

зайчёнок. Бугульм. † Сиксе тăрса тармашкăн çап айĕнче выртакан (вар. çапă айĕнчи) куян чĕппи мар эпир.

кукша

плешь; лысина. Кубня. † Илĕр-пăрахăр çĕлĕкне, çап-çут кукши курăнтăр. Абаш. Маркку кукшине хыпаларăм-ха. Я отодрал Марка за волосы. Цив. Патша вара кукшанне кукшине тураттарнă, лайăх кĕпесем тăхăнтарнă. Ib. Мĕн, кукшупа çынсене хăратма пыратна унта? С. Айб. Кукши уйăх çути ӳкнипе çап-çутă курăнать, тет. Пазух. Хăта пӳртне кĕтĕмĕр, хăта кукши çутипе. N. Эсĕ, шăна-мĕн ларсан, кукшăна шăлмасăр чăтаймастăн (не утерпишь, чтобы не потереть лысины). || Плешивый, лысый. Янтик. † Пирĕн йысна кукша пуç; çĕлĕкне илсе пăхсассăн, навус çинчи кăмпа пек. Байгул. Тырă акма тухнă чух, кукша çынна курсан, тырри начар пулать, теççĕ. НАК. Хушка пуçлă сурăх ури лексен, хĕрĕн упăшки пуласси, каччăн арăмĕ пуласси кукша пулат, тенĕ, тет. (Ăраштав). Альш. Кукша калат: тете, вĕрен салтăнчĕ, ӳкет! тет. Тетĕшсем калаççĕ: кукша, пĕтертĕн, ан ӳкер! теççĕ, тет. СТИК. Кукшан кăмăлĕ! (Говорят взрослые, когда маленький обидится на то, что его обделили; потом ему дадут, что следует, и он, в восторге, смеется. Смысл такой: не много нужно, чтобы угодить человеку). N. Кукшан кук шухăш. (Послов.). Кукша юмахĕ сказка о плешивом. || Назв. болезни: парша. О сохр. здор. Чăвашсен тата кукша тиекен чир пур: çав чирпе çыннăн хăш чухне пуçĕнче пĕр çӳç те юлмасть. || Обсевок. Ст. Чек. Кукша = ал хошши. Ib. Ана кукша юлсан, килтен пĕр арçын вилет. || Мучнистая роса. Кан. 1927, № 214. Унччен те пулмарĕ, кукша (мучнистая роса) çĕнтере пуçларĕ. || Прозвище. Альш. Кукша улатимĕр, Кукша Ентей, Кукша Уртем, Кукша Караçка Çитăрĕ. Изванк. Çав ялта Кукша Майра ятлă юмăç пур.

яка

(jага), гладкий; гладко; скользкий; скользко. См. якла, яклака, яклашка, яп-яка. Зап. ВНО. † Йăкăш-йăкăш шумашкăн урай яка пулин-ччĕ. Никит. † Алкум вĕçĕнче яка пăр, нумай çынна ӳкерч пуль. Рак. Пит яка сысăп ĕнтĕ, çамартапа кулач (булка) анчах çисе выртап. N. Паян яка. Сегодня скользко. || Глазурь. N. Кăкшăмăн яки пĕтнĕ (облезла). || В переносном значении = нет. С. Кăсья тĕпсем яка полĕ-ха; кăсйинче полсан, илĕ-ччĕ те. Видно, в кармане пусто; если бы было в кармане, то купил бы. Сред. Юм. Кăçал вăрманта кăмпа нăмай, кăмпа нăмай, теççĕ; эпир каяппăр­ — яп-яка та çап-çут (нет ничего). Янтик. † Çав Ысампаль хĕрĕсем каять, каять, каяймасть. Каять-и-ха, каймичи (каймĕ-ччĕ-и?), арчи тĕпĕ якарах (видно дно сундука, т. е. в нем пустовато). Байгул. † Хĕрне парса илĕччĕç, карман тĕпсем якарах (в кармане пусто). Н. Байгул. † Пĕчĕкçех лаша тур лаша сĕлĕ парса сĕлĕ çимес; сĕллине парсан, çийĕ-чĕ, пӳлме тĕпсем якарах. || Нарядный, нарядно. Сред. Юм. Ай-ай, эсĕ питĕ яка çӳретĕн! Как ты нарядно ходишь! IЬ. Пит яка çӳрет. Ходит очень нарядно. Истор. Çи-пуçне ялан яка çӳретесшĕн пулнă. Хотели постоянно водить его нарядным (т. е. одевать нарядно). Яргуньк. Эпĕ çак ачана ĕçлемесĕр-тумасăр, тутлă çиса, яка тумланма (наряжаться) вĕрентес тетĕп, терĕ, тет (она). || Гладко, в перенос. смыс. Хыпар № 33, 1906. Школасенче мĕне вĕрентмелли, яка вĕрентмелли çинчен вăл программа çинчех нумай каламан.

ялтăрт

(jалдты̆рт), подр. короткому и отрывистому сверканию. Орау. Çиçĕм ялтăрт турĕ те, пĕтĕм пӳрт çап-çутă пулчĕ.

янавар

(jанавар), животное (перс.). СПВВ. Чĕлхесĕр янавар ― калаçайман япала, выльăхсем. СПВВ. Х. Янавар ― бессловесное, жалкое животное. Сборн. по мед. Хура халăх янавар чирĕсенчен сыхланма пĕлмест. IЬ. Вара хура халăх янавар чирĕсенчен сыхланма е вĕсенчен сывалма меслетсем пĕлмен пирки, вĕсем çинчен вĕреннĕ ăслă çынсенчен мĕн тумаллине канаш ыйтса пĕлме хăранă пирки темĕн чухлĕ вилет. || Лошадь. Хурамал. Лашана йывăр çăк турттарнă чух: янавар! туртать вĕт, теççĕ. Альших. † Сакăр шăллă çунаçăм сакăлтана ямин-ччĕ, тăват уралă янавар тăваяккине ямин-ччĕ. Бурунд. † Сакăр шăллă çуна сакăлтана ямин-ччĕ; тăватă уралă янавар ту аяккине ямин-ччĕ. К.-Кушки. † Тăват уралă янавар (лошадь) тăваяккине ямин-ччĕ. Чертаг. Эй, янавар! Лайăх выльăха сурăм-çирăм, сана, янавара, лайăх полтăр. (О хорошей скотине). То же знач. и в Якейк. IЬ. Эй янавар! çӳресе ус куртăмăр! (о хорошей скотине). Н. Шинкус. Эй турă, уя кӳлсе тухнă ака çăмăл пултăр, янаварсене (акана кӳлнĕ лашасене) хăватне пар, турă! Тюрл. Эх, чĕлхесĕр янавар (лошадь)! веç она çапса пĕтернĕ; чĕлхи çок вĕт он калаçма! Шибач. Лайăх лашасене ыр янавар тетпĕр. Изамб. Т. Лаша, мана курсан, кĕçенсе ячĕ. Чĕлхесĕр янавар, паллат пулат çав! Хорачка. Хӧ̌ђэ̆м ут-ты̆к: аj jанавар! тӓччэ̆ она. Дик. леб. 32. Чĕлхесĕр янаварсем. || Выражает сожаленне. Ст. Чек. Шеллесе калаçат: янаварăм! янаварăм! (Обращение к человеку и животному). СПВВ. ВА. Янавар = мĕскĕн, бедный. Стюх. Эй янавар! Ах бедняжка! Во время пахания плугом перед началом говорят: «Шăрт кас, тĕрен хăпарт, янавара хăват пар». Ч.С. Вилсе кайрĕ авă, пирте ыррăн çулталăк та пурăнаймарĕ, янавар! Питушк. Янавара ан çап, вăл чĕлхесĕр япала. IЬ. Эй янавар, мĕскĕн (çынна калаççĕ). Ядр. † Алтăр туллиаштуртрăм, чикан пычĕ чӳлĕк туртрĕ; янавар укçи турпас мар, туртмассейрен çу юхмаçть. || Глупый. Я. Турх. Янавар, глупый. || М. П. Петр. Янавар — слабосильный. || Славная вещь. Шибач.

янкăртат

(ҥгы̆рдат), звенеть. КС. Кĕрхи пăра çапсан, янкăртатса каять. СТИК. Пăрлă çулпа турттарса пыракан пĕрене янкăртатса шуса пырат. (Звук бревна, волочимого по льду). Орау. Пӳрчĕ янкăртатнă пĕтĕмпех. Изба выстыла. || «Вздыхать». М. П. Петр. Пынă ун патне улпут майрисем: вутă хаклă, тесе, янкăртатнă («вздыхали»). || Эльбарус. Хĕвел янкăртатса çап-çут çутатса тăраччĕ. Солнце светило ярко-преярко.

янтăра

то же, что янăра, звенеть, звучать. М. П. Петр. Кăвакал кăшкăрать, çыран янтăрать. Собр. Хĕр панă чух, туй ытла хытă янтăрасассăн, хуть хĕрĕ, хуть упăшки вилет, теççĕ. Если во время свадебного пира пирующие чересчур сильно шумят, то говорят, умрет или невеста или жених. Батыр. Сулахай хăлха янтăраса кайсан, усал пулать, теççĕ. Если в левом ухе звенит, то не к добру, говорят. Ч.П. Куккук вĕççе кайсассăн, чăрăш йăвăççи янтăрать. Хыпар № 22, 1906. Çурчĕ калама та çук чаплă, ăшĕнче темĕн чухлĕ пӳлĕм, тап-таса, çап-çутă, янтăраса-кăна тăрать (о резонансе). Бугурусл. Пĕтĕм вăрман янтăраса карĕ. Зазвенело по всему лесу. Пазух. Сат янтăрать сар кайăк, ай, сассипе. От песни иволги сад наполняется звоном. || Браниться, ругаться, бормотать. Орау. Кунĕне янтăраса çӳрет. Целый день бормочет, бранится (больше о стариках и старухах).

яр-çутă

яркий свет. Жит. св. Апрель. Çап-çутă, яр-çутă çавăрса илнĕ те, ангел пырса (кĕрсе), вĕсене апат çитерсе тăрантарнă.

ярт

(jарт), подр. короткому прямому движению. СТИК. Çап-çутă пăр çинче ура ярт шуса карĕ (скользнула быстро и коротко) те, лап персе антăм. СТИК. Лашана пушăпа шарт çапрăм та, ярт шăрса (короткою струею) ячĕ. IЬ. Ярт юхса тухрĕ (брызнула одна струя). || Подр. прямизне (первоначально — подр. яркой линии). Альш. Унтан тата тепĕри ял урлă пĕр хĕрринчен тепĕр хĕрринех ярт тӳрĕ тухса каят (тăкăрлăк). N. Ял урамĕ ярт выртат (= тӳп-тӳрĕ), куç çути тӳрех ӳкет. N. Вăрманта пручак ярт выртать(пăхсассăн). IЬ. Ярт тăсăлса выртнă. Во всю длину растянулся. КС. Ура ярт шуса карĕ (короткое движение). IЬ. Ана тăрăх ярт тăрăшпех (по всей длине) отса тохрăм та, пȏр çĕрти те пĕр пик аван ырашĕ. Микушк. Тата хапха урлă пиçиххи ывăтаççĕ, камăн яртах (прямо) чăсăлса выртăть, çавă вилет, теççĕ. (Гаданье). Хурамал. Ярт! чăсăлса çывăрать (урисене чăсса çывăрать). СТИК. Çĕлен ярт тăсăлса выртнă (тӳп-тӳрĕ тăсăлса выртат; выражает не звук, а прямоту предмета). || Подр. ясному выделению. Лашман. † Пирĕн савни таçтан палла, ушкăн халăх çинче ярт тăрать. Бугульм. † Шинлă урапа йĕрсем таçтан паллă, ăслă çулсем çинче ярт выртать. Пирĕн тăвансем таçтан паллă, ушкăн халăх çинче ярт тăрать. || Подр. широкой рыси. Собр. Хура лаша ярт, ярт, икĕ турти шарт, шарт. (Шыв юхни). || Метаф. N. † Пирĕн ялăн ачисем урам тăрăх ярт, ярт, ярт! (бегают, шляются). || Подр. поносу. || Беспрерывно. Сред. Юм. Çак ачапчасĕмпе тĕпĕртетсе, никçан та (постоянно) ларса ярт (в д. Беляевой — яр-уççăн) ĕçлемелле мар вит. Возясь (валандаясь) с этой ребятней, никогда не поработаешь без перерыва, без помехи. || Одиночкой, без других предметов вокруг себя. М. П. Петр. Ярт пӳрт анчах ларать, урăх нимĕн те çук.

йолт

подраж. моментальному прыжку. См. ялт. Шорк. Такам полчĕ, пĕр çын чӳрече омĕнченех йолт-йолт! чопса иртсе карĕ. IЬ. Йолт! вырăнтан сиксе тăчĕ. IЬ. Йолт сикрĕ те, карта орлă каçрĕ-кайрĕ. IЬ. Пăрçа (çыртакан пăрçа) нимпете тытма памасть, йолт! сикет те, куçран çохалать. Завражн. Полă алăран йолт сиксе тохрĕ. Панклеи. Карта патне çитсен, карчăк: карта орлă каçма пар, çичĕ хĕр пуçне çима пар, терĕ те, йолт! сиксе каççĕр карта орлă. Шор-к. Утне такам кӳлкеленĕ, чоптарса кайнă çĕртех пĕкĕ тăрнт! турĕ те, çӳлелле йолт! сикрĕ те, ман ут тăварнчĕ-карĕ. Тюрл. Йолт! сиксе тăнă (тŏнŏ). Вдруг вскочил. (У КС. здесь ялт). Совсем. Хорачка. Алăка йолтах уççа прах. Шибач. Ачине йолт оççа пăрахрĕ сăкманне, çап-çутă çутăлчĕ: ачин пĕр енĕ хĕвел, пĕр енĕ ойăх — питĕ çутă. (У КС. здесь ялт).

юпа туни

отправление поминок. М. П. Петр. Юпа ту — справлять поминки. . Юпа туни ― обычай народный. (Это выражение применяется и к православным поминкам, что я и сам слышал в Курм. у.). См. Магн. М. 114, 179. N. Юпа туни. Хулăн йывăçран çын кĕлетки тăваççĕ, сăмси-çăварне, урапа çине выртараççĕ, кашма сараç, пуç айне минтер хураççĕ, çине чаршав витеççĕ. Ăна пӳрте пушăтпала кĕртеççĕ, ун çине çурта çутаççĕ. Вилнĕ çынни ячĕпе асăнаççĕ: çуртна-йĕрне пиллесе хăвар, выльăхна-чĕрлĕхне пилле, çемйӳсене те пурне те пилле, хурăнташ-ăруна пилле. — Асăнма пыракансем пурте çурта çутаççĕ çавăн çине, ăна асăнма пăру пусаççĕ, тиха пусаççĕ, çавăн ашĕпе асăнаççĕ = хываççĕ (татса пăрахаççĕ), çимеççĕ. Тиха пусма вăй çитмесен, виçĕ пус кĕмĕле: виçĕ çĕр тенкĕ паратăп, лере лаша ил, тесе параççĕ. Асăнаççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ. — Ачуна-пăчуна ан хăрат, ратнӳсене-хурăнташсене ан хăрат, кăмака çинче йынăшса ан вырт, теççĕ. Асăнса пĕтерсен, кĕлеткене пушăтпала çĕклесе тухаççĕ. Алăкран тухнă чух виçĕ хут çиллеççĕ: ан хăра, ӳкермĕпĕр. Ачуна-пăчуна пехилле(се) хăвар, теççĕ. Пăлтăр алăкĕнчен тухнă чух та çапла(х). Илсе тухсан, урапа çине кашма-минтер сараççĕ, урапа çине выртарса каяç, чаршав витсе. Хапхаран тухнă чухне: çут тĕпче курса кай, тесе, уçса кăтартаççĕ. Уллă-хыçлă лаша кӳлеççĕ. Малти лашине ывăлĕ утланать, ашшĕ вилсен. Лараççĕ те, туй пекех юрласа каяççĕ. Масар çине çитсессĕн, ташлаççĕ, юрлаççĕ купăспала. Пехиллесе юл, теççĕ. Юпана лартаççĕ вилнĕ çын тăпри çине пуç-вĕçне. Юна тĕпне укçа яраççĕ тăванĕсем; пĕр пус параканĕ: çĕр тенкĕ паратăп, тет и т. д. Юпа тăррине çӳле укçа çапаççĕ: пехилле! теççĕ. Вут чĕртеççĕ пуç-вĕçне, пăру ашне, тиха ашне таткаласа пăрахаççĕ: акă сана аш, çи; пашалу çи, теççĕ. Юпи çумне çурта çутса çыпăçтараççĕ, йĕри-тавра виççĕ çавăрнаççĕ: пехиллесе юл; йăвăр тăпру çăмăл пултăр! тесе, тăпрана çӳлелле сăтăраççĕ. Япала улăм илсе таврăнмаççĕ, çап-çара урапапа килеççĕ. Лараççĕ, кустара параç: ларса ан пытăр, тесе. Çавăрăнса пăхмаççĕ. Киле килсен, пурте, лаша кӳлнĕ çынсем, хăй (в дом умершего) патне кĕреççĕ. Тултах алă çăваççĕ. Кĕрсен, хăма сыпăкĕнчен иртиччен, курка сăра параççĕ. Унтан яшка çиеççĕ. Пуçламан çăкăр хураççĕ, ун çине пуçламан чăкăт, ун çине çурта çутаççĕ. — Пехиллесе кай! теççĕ... Ĕлĕк малтан вилнисемпе пĕрле асăнса хываççĕ. ― Асаттесем, асаннесем! Ерсе кайăр, анхăратăр. Йывăр хуйха куртăмăр! тесе, такапа чӳк тăваççĕ. — Эй турă, каçар! Ӳкĕнтĕмĕр пулĕ, йывăр хуйхăпала тем ытла сăмах каларăмăр пулĕ, — турă, каçар, çырлах! Амин.

лар

садиться; сидеть. В. С. Разум. КЧП. Ку çын лармасăртарах тăрать. Чуратч. Ц. Пукан çине (на стул) ларчĕ те, каçчен те тăмарĕ (просидел, не вставая). Артюшк. Вакона ларма вăхăт. Пора садиться в нагоны. N. Пĕр ларсан, тахçанчченех ларать вара. Если сядет, то сидит очень долго. Сред. Юм. Лар килте, кôтна хĕссе! Сиди знай дома! N. † Ларас тăрас саккине ука сарса хуччăр-и; выртас-тăрас выранне тӳшек сарса хуччăр-и. Çĕнтерчĕ 51. Паян ларас-тăрас килмест. Сегодня не хочется ни сидеть, ни ходить („стоять“). N. Мăн кĕрӳ пуринчен мала ларать, эллине сăра курки тытать; вара вĕсем виçĕ тапхăр тăрса лараççĕ; виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе-амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. N. Пĕр çулччин киле урапапа çунапа ларса кĕмест, анаçĕне (= ана çине) ларса кĕмест-тухмасть (молодушка). Б. Яуши. † Лаши лайăх, çуни лайăх лараканĕ çук. Юрк. Ун çумне кĕрӳ çуммĕн лараканни ларать. Юрк. Эпĕ, патша пулсан, ялан çапла кăмака çинче ăшăнса кăна ларăттăм. Ib. Икерчĕ çиме ларсан та, каллех çапла: ех, тет, эпĕ патша пулсан, яланах çапла çуллă икерчĕсем анчах çисе ларăттăм! тет. Сред. Юм. Ĕçессе нăмай та ĕçмен пик полчĕ, ларнăçĕм пôсать (постепенно пьянеешь) полас, ôра çине тăрап та, тайкалана тăрап. Чăв. й. пур. 23°. Хăй халĕ суккăр ларать ĕнтĕ, ниçта та тухаймасть. Регули 3. Вăл ĕçлеме ларать. Он садится за работу. N. Пит аван шыв хĕринче мĕлле пăр катăксем пĕр-пĕрин çине хăпара-хăпара ларса, каллех йăтăна-йăтăна анса кайнине пăхса тăма. || СТИК. Ларайман, ларса çитеймен, картне ларман (т. е. глупый). || Йӳç. такăнт. 52. Пурте кулаççĕ. Кĕркури, çиленсе, пуçĕпе сулкаласа, лара-тăма пĕлмест. Копăрла. † Ларас-тохас лайăх полтăр. Чтобы было хорошо с нею (с женою) выехать. Орау. Хăй ларса канимарĕ ĕмĕрĕнче (работала, не покладая рук). Туперккульос 25. Пӳртрен тухмасăр ларса ирттерсе, начар ӳсет, шурăхса каять (бледнеет). Сĕт-к. † Тантăш çони хора çони, ларса чопма шанчăклă. (Çăварни йорри). || Сидеть в тюрьме, под арестом. Альш. Елшелин хуралçисем кайса та лармаççĕ (не сидят в арестанской), ӳретникрен те хăрамаççĕ. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç, тăватăшне те лармалла турĕç. Сред. Юм. Ларма кайнă. Пошел сидеть (в кутузку). N. Тĕрмере ларакансем, е персе вĕлернĕ çынсем хушшинче темĕн чухлĕ пĕр айăпсăррисем те лекнĕ (в 1906 г.): вилччĕр, ларччăр... тенĕ пек тăваççĕ. || Быть п. заседателем. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç. Манăн тăватăшне сут тунă чухне те лармалла пулчĕ. || Сидеть на посиделках. Изамб. Т. Хĕлле хĕрсем ларма çӳреççĕ. Зимой девушки ходят на посиделки. Альш. Пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. || Гостить (о девушках). N. † Ларма килнĕ хĕрсене алă çинче вылятрăм, ларма килнĕ хĕрсемпе хытăрах выльăр, ачисем! ЧП. Ларма пырăп. Сред. Юм. Ларма кайнă (девушка пошла, поехала в гости к родственникам). || Справлять (о некот. обрядах). Ст. Чек. Вара кĕрешченке кунĕ каçпа хĕр сăри? лараççĕ. || Сидеть в старых девах. О сохр. здор. Вăл тĕлĕшрен чăвашсен йăли пит аван: вĕсенĕн хĕрĕсем çирĕме, çирĕм икке çитсен тин качча каяççĕ; çирĕм пилĕке çитичченех ларакан та пулать вĕсен. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. || Сидеть на яйцах (о наседке). Ст. Чек. Ларат (чăхă ларат). Сидит на яйцах. Альш. Чăхă ир ларсан, тырă пулат, тет. (Примета). || Стоять, находиться (о вещах и предметах). N. Чăматан ларат. Стоит чемодан. N. Карташĕнче вăрманти пек курăк шăтса ӳссе ларнă. ЧП. Çеçен хир варринче пĕр хурăн, лартăр-а хирĕн илемĕшĕн. Янш.-Норв. Пирĕн çумра (рядом с нами), йывăç пахчинче, пĕр кĕлет ларать. ЧС. Темĕн чухлĕ пичке ларать. Стоит много бочек. N. Унта пилĕк мишукпалан çăнăх ларнă. Там стояло пять мешков с мукой. N. Чӳрече çинче кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларать. N. Улăм урисем темĕн чухлĕ лараççĕ. N. Вăрман ларать сип-симĕс. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат, сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче ылттăн тарилкке ларат. Орау. Ку шыв пӳртре виç сахат ларнă. N. Тинĕс патне çитсен, тинĕсре пĕр карап ларнине курнă. Ядр. † Эпир çăварни чупнă чух ларан-йывăç хумханать, выртан каска тапранат. Могонин. Ларан йывăçа хоппине сӳсен, мĕнле хăрса каять, çанашкал çав çын хăртăр, тет. N. Ăçта-килчĕ-унта хупахсем, хытă курăксем унта-кунта ларатчĕç. Торп-к. Урапи чупмаçть, тет, пĕр вырăнтах ларать, тет. Орау. Ку йăвăçăн тымарĕсем çирĕп халь, нумай лармалла. Дерево крепко держится на корню. Тогаево. Онччен те польмин, пĕр пысăк икĕ хутлă пӳрт лара парать. Эпир çур. çĕршыв 15. Ту вĕçĕнче чылай аслă униче (укăлча) выртать. Кунта, хапха патĕнче, ял юпи ларать, халăх пӳрчĕ ларать, вут сӳнтермелли машшин, пичĕке, пакурсем, тата урăх хатĕрсем лараççĕ. || Остановиться (в движении). Орау. Армансем ларчĕç (иногда говорят: шыва ларчĕç). Мельницы (водяные) остановились (стали) от половодья. || Устояться (о пиве). Якейк. Пирĕн сăра ларсах çитмен-хе (не устоялось после процеживания; дрожди еще не сели на дно). || Осаждаться. N. Хăйăр тырă акас вырăна та ларать, çарана та ларать. || Широко задевать основанием. Орау. Суха-пуç ытла ларса пырать, ăнмарĕ („купташки“ своей выгнутой поверхностью задевает за землю. Зависит от неудачной установки сохи). || Лежать (о вещах). Çăкăр кăмакара ларат (но: çăкăр сĕтел çинче выртат). || Находиться (о корнях растений). N. Темĕн пысăкĕш йывăçсен те тымарĕсем çиелтех лараççĕ. || Упасть (о стреле). Абыз. Ухă çав старикĕн пӳрт çине ларнă. N. Йывăç юппине (на развилину дерева) юр ларнă. || Садиться, становиться плотнее. Орау. Çуркуннехи çăмăрпа çĕр ларать, теççĕ ваттисем. || Замерзать (о реке и пр.), о ледоставе. Альш. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке. АПП. Сивĕ енчен çил вĕрсессĕн, Атăл ларнине çавăнтан пĕл. || О снеге. Девлезеркино. Юр ларчĕ. Снег сел (осел). || Выправиться (о вывихе). ЧС. Ĕнтĕ, кин, ачун алли ларчĕ. N. Нумайтарах, ĕçлесен унăн алли-урисем каллах хытса ĕлĕкхи вырăна лараççĕ. || Отзываться, вредить. Изамб. Т. Лашана кĕçĕнтен йывăр турттарса çӳретсен, лашан куçне ларат (ослабеваег зрением), теççĕ. N. Ытлашши çийӳ чире ларать. || Осесть (о строении). Альш. Пӳрт ларнă ĕнтĕ пирĕн (осел). || Иваново. Урай хăмисем, никĕс пĕренисем, тата кăмака ларса юлнă (остались без осадки). || Сесть (о материи). Трхбл. Брюки ларнă. Брюки сели. || Оседать. Туперккульос 4. Çын çăварне, сăмсине ленкеççĕ, кăкăра лараççĕ, тĕрлĕ май çын ăшне ленкме пултараççĕ (бактерии). || Загрязниться. АПП. † Сакăр тиртен çĕлетнĕ сар кĕрĕке кирĕк лармĕ, тесе, пĕлтĕр-им? В. Байгул. † Çуса çакнă шур сурпанне кирĕк лармас, терĕç пуль. || Увязнуть, застрять. О сохр. здор. Е, апат çисен, шăл хушшине пĕр-пĕр япала ларса юлса çĕрсе тăрать. Кума-к. Эпĕ лапрашне (= лапра ăшне) антăм-лартăм (вдруг очутился в грязи, в топком месте). Шурăм-п. Филип сурăх хыçĕнчен чупрĕ, анчах ури пылчăка ларнипе кайрĕ-ӳкрĕ. Чув. пр. о пог. 304. Пăр ларса йолсан, çул йывăр пулать. Если лед останется (на берегах), год будет тяжелый. || Заходить (о солнце). N. Хĕвел анăç хĕрелсен, пĕлĕте ларсан, çăмăр (тăман) пулать. || Прибавлять (ветви, коленца). Альш. † Мĕшĕн кĕрлет-ши çав хăмăш? Сыпăкран сыпăка ларасшăн. Ib. † Мĕшĕн шавлат-кĕрлет çав вăрман? Туратран турата ларнă, тет, çав вăрман. Карабаево. Улма-йывăççи çеçкене ларса иртнĕ. || Закалеть. Ст. Чек. Çăккăр вут начар хутнипе (от плохой топки) пиçеймесĕр ларса каят (около нижней корки тесто уплотняется и не пропекаетcя). || Заниматься; служить. Туперккульос 18. Пĕр туперккульос чирĕ çинче кăна ларакан тухтăр çав чир çинчен, çĕнĕ япаласем мĕн тухнине (напр., открытия в области медицины) пĕтĕмпе пĕлет. ГТТ. Ача-пăчапа пурăнакан çынна, ку ĕç (литературная работа) çинче кăна ларсан, пурлăх тĕлĕшĕпе хĕнтерех пек (трудно с экономической стороны). Орау. Кунăн çĕрĕн хут çинче ларакан çын шурса каять (бледнеет). Образцы. Ай-хай, хĕрлĕ чĕрем, çутă сăнăм, шур хут çинче ларса шурăхрĕ. Истор. Ялан ĕç çинче ларса, тата ытларах сывăмарланнă. N. Çирĕм пилĕк çул тиякра ларчĕ. N. Вăл ĕç çинче лармаççĕ вĕсем. Они этим делом не занимаются. Яжутк. † Пуртă тума тимĕрç çук, тимĕрç ларма çырма çук. || Расположиться, расселиться, поселиться. Юрк. Тинĕс хĕрринче ларакан хула. Ib. Эпĕ пурăнакан савăт (завод) пит аван çĕрте, çаранта шыв хĕрринче ларат (расположен на берегу реки). Янших. Б. Сăр шывĕ хĕрринче ларат (город). Юрк. Чăвашсене ытти çынсенчен уйрăм ялсемпе ларма хушнă. Демид. Пурăнсан-пурăнсан, кун патне таркăнсем, вăрăсем килсе лара пуçларĕç, тет. || Приставать, прилипать. Орау. Тĕмпек (ял) тăнĕ (глина) лармаçть (т. е. не держится), умпа кăмака шăлма юрамаçть урăх. Якейк. Ларать = çыпăçать. Ib. Кăçалхи пак çор аки тума çăмăлне корман: пĕре те лармаçть. Ib. Хăш çол çĕртме тунă чохне те ларать (= тăпра соха тимĕрпе калак çомне çыпăçни). Ib. Олăхри аная тунă чох ларса пăçлар, аран туса пĕтертĕм. КС. Суха-пуç ларать (накопляется земля, и она плохо пашет), вара ăна карлавпа тĕкеççĕ. || Приставать, останавливаться где-либо (о пароходе и т. п.). N. Çак пăрахот Шопашкара (-ра) ларать-и? Пристает-ли этот пароход в Чебоксарах? N. Пăрахот Шопашкарта лармарĕ. Шурăм-п. Халĕ Кĕнер-вăрри çыннисем чухăнланса кайнă. Пăрахут тахçанах ларми пулнă. Альш. Пулăçăсен киммисем лараççĕ унта. || Обходиться, constare. N. Мĕн чула ларчĕ? Во что обошелся (о цене). N. Хаклă çĕр илекене пит хакла ларать. || Получить убыток. Орау. Халь çăмартана кайсан, аллă тенкĕ ларнă, тит. || Остаться, проиграть (в картах). Сред. Юм. Кама ларчĕ? Кто остался? (во время игры в карты). Янш.-Норв. Лартăм. Я проиграл (в шашки). || Обмануться. N. Лаша илесси пит пысăк ĕç, ларасси нимĕн те мар (очень легко). || Находиться в сохранности, храниться. Полтава. Ăçта мулсем ларнине (где скрыты клады)... || Глохнуть (об ушах старика). ГТТ. Манăн хăлхасене ларнă çав ĕнтĕ, илтми пултăм. || Выходить (об урожае). О земл. Çĕнетнĕ çĕр тырра ĕлĕкхи пекех çимĕç парса тăрать, вара унта тырă аван ларакан пулать. Ib. Хура тăпра çинче малтан урăх япала хушмасан та, тырă аван пулать; анчах кайран-кайран вăл çĕр çинче те тырă ларми пулать. Альш. Кăçал тырă начар пулчĕ те, анара пит нумай пулнинче саккăршар урапа, унтан вара чухрах (похуже) пулнисенче пилĕкшер, ултшар урапа ларчĕ, теççĕ. Сорм-Вар. Ахматяк калать (медведю), тет: кашни çапмасерен (= çапмассерен) пĕр пăт çу ларать (каждый раз, как ты меня стукнешь молотком, на мне наростает пуд сала), тесе калать, тет. || Накопляться. О земл. Выльăх айне улăм сарсан, навус ытла лармасть. || Юрк. Шыва лар, быть затоплену водой. || Об обычае созывать знакомых к умирающему. ЧС. Анне вара пиччене атте çинче ларма çынсене чĕнтерсе килтерчĕ (велела позвать). N. Çын çинче ларни. || Доходить, попадать. Яргейк. Урпа утмăл кунта кĕрекене ларать, теççĕ. || Наступать. КС. Кĕр ларчĕ. Наступила осень. (Хĕл ларчĕ, но: çу килчĕ, çур килчĕ; Орау. Хĕл ларсах каять-и ĕнтĕ? Неужели уж так рано начинается зима? || Оказать действие. N. Ăна ларнă. Оказало действие на ум. || В качестве вспомог. гл. Сятра. Сан пит çине мĕнешкел (мэ̆нэ) моклашка токса ларса? N. Курăксем ĕнсе ларчĕç (выгорели от зноя). К.-Кушки. Эпĕ пĕрре шыв хĕрринче нуммай çĕрле пулă тытса лараттăм. Однажды поздно ночью я ловил на речке рыбу. Виçĕ пус. 17. Тăваттăмĕш çулне çĕрте курăксене кирлĕ япаласенчен виççĕшĕ тăнчах пĕтсе ларать. Ib. 19. Пĕр çын, ашшĕ амăшĕсем вилсен, ниме юрăхсăр хăйăрлă çĕр хуçи пулса ларнă. Кан. Мунчине вара шыв тухса ларнă. Яхать-Ошкăнь. Тар тохса ларать. Выступает пот. Букв. 1886. † Сĕт-пыл тулса ларинччĕ (см. сĕт пыл). Альш. Кас çĕнĕ пулса ларчĕ хайхи. Обстроился снова (после пожара), обновился (квартал). Ib. Пăхатăп – тиенсе те ларнă пирĕн лав (нагрузился). Яргуньк. Пуç тăрисене (на головах у них) улмуççисам шăтса, çитĕнсе, улмисем те пулса ларчĕç, тет. Синерь. Вăл, шаларах (дальше в воду) кĕрсе, хулне чăссĕр (= чăсрĕ), тет те, хулĕ сыпăнса ларса (обрубленные руки снова наставились), ачисене (своих детей) тытрĕ, тет. Сунар. Сăрт ĕлĕкхи пекех хăйне хăй хупăнса ларнă (холм закрылся снова сам собою). Орау. Вилнĕ çын чĕпĕтним сана, пĕтĕм çан-çурăмăнта, аллу-урусенче кăвакарса ларнă вырăнсем (синяки) пур? Ib. Сĕтел çинче ламппи çунса ларать (горит). N. Кам хăй валли инкек-синкек шыраса çӳрет, çав ăна чăнах та тупса ларать. БАБ. Эпĕ пăхрăм пек те, пĕр хуран сăмала вĕресе ларнине куртăм пек (во сне). N. Ĕлĕк вăл (это) çын ячĕ полнă, онтан сомах полса ларнă (стало нарицательным именем). СВТ. Çитменнине тата шатра чирĕнчен кайран (после оспы) нумайĕшĕ, чĕлхе çĕрсе, чĕлхесĕр пулса лараççĕ. N. Хăй пурăннă кун-çулĕнче пĕтсе, çĕрсе ларнă çĕртен пире çутта кăларчĕ (он). Пшкрт. Вырăсла пет йосон соляма (очень хорошо говорить) вĕренсе лартрăм (или: лартăм; научился). КАЯ. Ĕнер Тумия урнă йытă тулланă; урмалла-мĕн пулсан, мĕн курса ларас-ха! (что станем делать). Трахома. Тата пĕрер çул иртет те, хай сирĕн пĕлĕшĕр суккăрах пулса ларать. В. Олг. Онăн учĕ перĕн тырă çине вĕренсе ларса (повадилась). Изванк. Пирĕн пӳртре, ăçта кирлĕ унта (где ни попало, везде), çуртасем çунса лараççĕ (горят). Панклеи. Сĕрсенех (как только помазала), ачана ӳт илсе ларчĕ (наросло тело). Ib. Вăл пыркаласан-пыркаласан, çол йăлтах пĕтсе ларат (дорога кончается). Синерь. Кăмакара этем аш вĕресе ларать, тет. (Сказка). Кан. Çап-çуттăн курăнса, каллех тĕттĕмленсе ларчĕ. N. Тата темиçе анпар (так!) тырă туллиех тулса ларнă, тыррисем алăкĕсенчен тулалла юхса ларнă (сыпался), тет. Цив. Шыв тӳрех пӳрте кĕрсе ларчĕ. Вода сама вошла и поставилась в избу. N. Хайхи салтак тухрĕ; как тухрĕ, хайхи çутă сӳнсе ларчĕ. Никит. Питне-куçне хĕп-хĕрлĕ шатра пекки тухса ларчĕ. Ib. Лешĕ кушак-мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать (превращается в человека). N. Анса лар, спуститься; закатиться (о солнце). N. Чунлă япаласем çумне çыпăçса лармашкăн е çекĕлсем, е тăрăнмалли сăмсасем, е чĕрнесем ӳссе лараççĕ (у растений). N. Тепĕр куна хăварсан, вăл хытса ларать те, кирпĕч çапма хĕнтерех пулать. N. Çамрăк арăм çапла пулса ларнинчен пĕтĕм ял тĕлĕнсе, ăсран-халран кайнă (изумилась). Сборн. по мед. Пĕтĕм çан-çурăмне шатра тухса ларать. Абыз. Çĕлен çапрĕ те, Иван пакăлчак таран анса ларчĕ (в землю). Синьял. Турипе сулчĕ, тет те (он махнул гребнем), тинĕс пулса ларчĕ, тет. N. Вĕсемсĕр пуçне хула та пулса ларас çук (не оснуётся). N. Куçса лар. N. † Килкарт варнчи çармăк хорĕн (= хурăнĕ), кăçал касман полсассăн, ватăлсах ларĕ, терĕр поль. N. Мучи куçне шур илсе ларĕ. (Карнăк шăнни). У старичка сделается на глазу бельмо. (Замерзание окна).

мăшкăл шыв

помои. Шăна чирсем сарат. 18. Мăшкăл шыв тăкмалли шăтăк, помойная яма. Ib. Мăшкăл шывсем тăкакан шăтăксемпе çӳп-çап тăкакан шăтăк çинчен вĕçсе килсе, сахвутсенчен, лаша тислĕке çинчен вĕçсе килсе, тӳрех апат çине ларса сăрса илеççĕ (мухи). Ib. 17. Мăшкăл шывпа апат юлашкисене пӳртре ан тыт, хăвăртрах кăларса тăк.

йăлăм

луговая сторона реки. Нюш-к. Халăх хăвалама йалăма кайнă. N. Йăлăм, пойма. Б. Атăл йăлăмĕ. СПВВ. „Йăлăм — черемисское слово" Ядр. Йăлăм, долина (по словам В. Н. Орлова). В Тет. у. Йăлăм ― низменность. Левая сторона Волги. Сред. Юм. Чебокс. Йăлăм — луговой берег Волги, где луга и леса. М. Олг. Йăлăм енче, за Волгою. Шорк. Йалăм енĕ, луговая сторона Волги. . Атăл орлă каççа, йăлăма кĕрсен... Когда въедешь в хвойный лес за Волгою. Рекеев. «Йăлăм или Атăл йăлăме. Левая, низменная сторона Волги почему-то называется Атăл йăлăмĕ. О переселившихся за Волгу говорят: «Вĕсем Атăл йăлăмне куçнă». Около нас есть два селения с одинавовым названием: одно из них, находящееся на низменном месте, вблизи реки, называется Йăлăм Патăрьелĕ (Пайтар ялĕ sic!), а другое — Тури-Патăрьелĕ». Истор. Пуринчен ытла йăлăмри çармăссем усал пулнă. || Заволжский лес. Панклеи. Пĕре йăлăм хоралçи патне кашкăрсам опана хăваласа пырчĕç, тет. Ягудар. „Йăлăм ― сосновый лес на той (левой) стороне Волги. IЬ. Ку курăксене йăлăмран татса килеççĕ". Моштауш. Хăшĕ-хăшĕ йăлăма пӳртлĕх, мулчалăх, хампарлăх, сарайлăх и вителĕх кăларма каяççĕ. Шарбаш. Йăлăм — хвойный лес. Зап. ВНО. Йăлăм, йăнăм, заволжский лес (Козмод. у.). Янза-к. Йăлăм, хвойный лес (вообще, не только за Волгой). Ягудар. Йăлăм; йăлăмра хыр вăрманĕ, хырлăх. Сказки и пред. чув. 102. Хĕлле пусан, Йăлăмра халăх пӳртлĕх кăларать. Ч.С. Йăлăм хытă çуннăран ял çине çап-çутă ӳкнĕ. || Назв. долины около сел. Илебар, б. Чебокс. у. || Назв. поля около села Елаура, Сенг. у. Макка 49°. || Назв. Сел.: 1) Мочеи, б. Аликов. вол. (Макка 108); 2) Мало-Батырево, б. Батыревской вол. См. Йăлăм-Патĕрьел. || Назв. околотка с. Чуратчиков, б. Цив. у. (на левом берегу реки Тĕрер). См. Золотн. 178. Отн. «Сăр йăлми». См. Ашапатман.

йăлтăр-ялтăр

подр. неодинаковым и не отрывистым сверканиям. См. МКП. 11. Çутталла 31. Кĕпи çанни (рукав) вĕçĕ, текех сăмсине кĕпе çаннине шăлнăран, сăран пек хытса кайнă, йăлтăр-ялтăр туса тăраччĕ. И. Афанасьев. Йăлтăр-ялтăр çиçĕм çиçе пуçларĕ. Сред. Юм. Вăл смаварне пит сĕрсе тасатнă (начистил), пĕтĕмпе йăлтăр-ялтăр-çиç курăнса тăрать. Ib. Йăлтăр-ялтăр, тесе, çутă япаласĕм кас-кас куçа курнса кайсан, калаççĕ. П.П.Т. Çапла пĕтĕм çерем, ялăн пĕр хĕрри, кăнтăрла енче, йăлтăр-ялтăр, хĕп-хĕрлĕ те çап-çутă (от ярких костюмов). Сказки и пред. чув. 38. Çумăр пулсан, йăлтăр-ялтăр çиçĕм, кĕмсĕртеттерсе аслати авăтать. Сенчук. 512°. Çĕнĕ пӳртĕн маччисем, йăлтăр-ялтăр сухăрисем (блестит смола). Ч.С. Пĕрре çиçĕм йăлтăр-ялтăр çиçрĕ те, пĕтĕм куçа кĕрсе кайрĕ (ослепила глаз). Череп. Йăлтăр-ялтăр курăнат. Альш. «Сиçĕм йăлтăр-ялтăр çиçет ― зигзаги, а йăлтăрт-йăлтăрт çиçет — отрывисто видно»). Çиньял. Йăлтăр-ялтăр йăс (=йĕс) тавраш çутатмасан çуталмаçть. Сёт-к. Хвел çуттинче сăн виттĕр (сквозь зеркало) йăлтăр-ялтăр твать. ЧП. Йăлтăр-ялтăр юр çăвать. Ст. Чек. Шуйттан йăлтăр-ялтăр туса хăпарса карĕ, тет.

йăптăх

(jы̆пты̆х), линяющая шерсть у животных. N. Кĕркунне йăптăхне тăкса, çап-çутă, яп-яка, илемлĕ пулса килчĕ (жеребенок). Городище. Йăптăх тăкнă. Облинял (о животных). Н. Карм. Çур-кунне тиха йăптăхне тăкать. См. çорххи тĕк. СПВВ. БМ. Йăп-тăх = йĕп-тĕк, старая, отжившая шерсть на животном, преимущественно на лошади; лошадь линяет. Бес. о землед. Выльăх епле, çуллен, йăптăхне тăкса, çĕнĕрен ӳстерет. Пазух. Ут йăванать йăптăх, ай, тăкасшăн; куç тимсĕлет савнине, ай, курасшăн. Плохой, рваный. А. Турх. Йăптăх тумтир тăхăнса çӳрет. Ib. Йăптăх çын, оборвыш. Сред. Юм. «Пит йăптăх çӳрет. Ходит изодранный» (т. е. оборванцем). || Линяющие перья птиц. М. П. Петр.

вĕри

(вэ̆ри), горячий, жаркий; горячо, жарко; жара. Эльбарус. Çав кон пит лайăх-чĕ: ни ытла вĕри мар, ни сивĕ мар, тата уярччĕ, хĕвел янкăртатса, çап-çутă çутатса тăраччĕ. Юрк. Услам çуне малтан тăм савăт çине хурса, вĕри кăмакана лартса (поставив в жаркую печь), ирĕлтерес пулат-чĕ. Скотолеч. 28. Пĕтĕ ĕнене çумăртан та, сивĕрен те, ытлашши вĕрирен те сыхлас пулать. Шурăм-п. № 10. Анчах çапах вĕри тăрать. Все-таки жары стоят. N. Пит вĕри-ччĕ, патнелле алла кăнтарсан катаранах алла пĕçерет-чĕ (или: вĕри перет-чĕ). Такой был жар, что если протянуть руку, то жгло издалека (напр. о печке). Макка 46. Вĕри вут касси, горячая кочерга. Ч.С. Вупăр пуринчен ытла пӳрте малти чӳречерен кĕрет, тет, çавăнпа уйăха çинĕ вăхăтра, малти чӳрече çине вĕри кĕл (горячую золу) сапаççĕ ,вăл вĕри кĕл урлă ниепле те каçаймасть, тет. Сказки и пред. чув. 71. Вĕри вут пек çилли пур. Янтик. Вĕри кутлă çерçи. (Так говорят про человека, который не сидит на одном месте; про человека непостоянного). Çутталла 154. Эпĕр тепĕр енче пулсан та, вăрман енчен мунчари пек вĕри çапать. Сказки и пред. чув. 22. Вĕри куç-çулĕ юхтарать. Бгтр. Кăмака омăнче хытă пĕçерсен ― хĕлле çивĕтет, çулла ояр, вĕри полать. Н. Тим. † Ах-хай, ăшăм çунат, вĕри хыпат. N. Вĕри перет. Пышет жаром. || Шорк. Çан-çорăм вĕриленсе тăрать-ха ман (вĕрие карĕ, в жару).

йĕл

(jэ̆п), игла, иголочка. Никит. Хамăр питĕ йĕпентĕмĕр: йĕп чикме те шăтăк çук. Мы сами до того вымокли, что не осталось сухого места, куда можно бы было воткнуть кончик иголки. Кан. 1927, № 210. Йеп шыранă пекех шыранă. Искали как иголку (внимательно). Ст. Чек. Эп Ентрипе йывăр çын чухне тĕлĕкре çиплĕ йĕп илеттĕм – Ентри сывă юлчĕ; Сăпанипе йывăр çын чухне ялан тĕлĕкре çипсĕр йĕп илеттĕм — Сăпани, çуралсан, ик эрнеренех вилчĕ. Когда я была беременна Андреем, то во сне брала иголку с ниткой — Андрей остался жив; когда была беременна Степанидой — брала иголку без нитки — Степанида через две недели по рождении умерла. Т. М. Матв. Михĕре йĕп тăмасть. В мешке не удержится иголка («шила в мешке не утаишь»). Орау. Пирĕн чăлха çыхма, чăлха пуçсем çыхма йĕп вĕренереп, кăпчанкăран тăваççĕ. Вязальные иголки у нас делают из клена или из жимолости(?). Янтик. Пит тĕттĕм: куçа йĕп чиксен те, курăнмас, куçран тĕртсенте, курăнмас. Якейк. Онтан хăраса, порте йĕп тăрăнче çӳреççĕ (он всех держит в страхе). N. Аçу оринчен йĕн кăлартăн-и? Вынул ли ты из отцовской ноги иголку? N. Аçу оринчи йĕпе кăлартăн-и? Вытащил ли ты иголку, которая была в отцовской ноге? Сказки и пред. чув. 112. Йĕп чиксе те куç курмасть (хоть иголкой (глаз) выкоди ничего не видно). СТИК. Йĕп чиксе курăнман. Ни зги не видно. Качал. Пирĕн мучин утмăл чалăш кил-карти; улттă пусса çитмесен, ура тупанне йĕн çапат. Красн. Горка. Йĕп пек вĕтĕ симĕс курăксем тухаççĕ. Чураль-к. Кăмакăра йĕп ташлĕ. (Вут çунни). В печке запляшет иголка. (Горение огня). † Панклеи. † Москавпа Питĕр хошшнче йĕпрен кĕпер хунă, тет. (Салтак юрри). Ч. С. Ял çап-çутă; йĕп пăрахсан, йĕп те палăрмалла (во время пожара). Ib. Урамра çап-çутă; йĕп ӳкерсен, эп те курăнмалла. Бюрганский. Часрах парса яр çакна (поскорее дай ему, что следует, и отпусти); тек сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ, хăйсенчен йĕп чухлĕ (ни на грош) усă та çук. Т. Анчах шурă лаша пултăр, ниçта та йĕп вĕçĕ пек те хура тĕк ан пултăр... Чăвашсем 28. Унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ (маленькая трещина), йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнтен кун пĕтрĕ, тесе (перед тем, как итти хоронить). Ст. Шаймурз. † Шурă-шурă, çăмарта, йĕп кĕме те вырăн çук. N. † Шурă-шурă çăмартин йĕп пусмалăх вырăн çук. Мусир. † Вĕренер çулĕ — çемçе çул, хăяккăн выртса килтĕмĕр; Мăн Çырма çулĕ — хыта çул, йĕп тăрăнче килтĕмĕр (приехали на кончике иголки (т. е. неспокойно). N. † Малалла ĕнтĕ мĕн турă парат: йĕп тăрăнче, шăллăм, тăратпăр. (Солд. п.). Турх. Ман çинче йĕппĕмрен çын ӳчĕ те çӳçенĕ. Юрк. Йĕппе пус чавнă пек (т. е. по пословице: овчинка не стоит выделки). Бюрг. Йĕппе пусă алтни. СТИК. Йĕп тăрринче ирттертĕм ку çĕре. Я провел эту ночь очень тревожно.

йĕр-йĕрле

игра в жгуты. Орау. Йĕр-йĕрле вьц,ас. Вуннăн-вунпилĕкĕн е ытларах та çап-çавракан, урисене пĕр çĕрелле тусă, лараççĕ те пĕр-пĕр сăхман пиçиххине вирлĕ тимелле хутласа яваççĕ. Шăпа тухни йĕрне шыраканни пулать. Вара пĕри: йĕрр! тит те, явнă пиçиххине пĕççи айне персе чикет, унтан пĕççи айĕнчен хăй çуммĕнчи юлташне парать; лешĕ тата лерелле ăсатать. Шыраканни пиçиххине чăн малтан курнă çĕре шырама тытăнат. Унччен те пулмасть, шыракан хыçĕнче лараканни хăй айĕнчен туртса кăларать те: йĕр-рр! тесе, шыраканнине çурăмĕнчен шап! тутарать. Шыраканни унта шырама тытăнать. Пиçиххийĕ унтан тепĕр енне çавăрăнçа та çитет. Каллех шапп! тепри тутарать. Çапла йĕрне (пиçиххине) пĕççисем айĕнчен çӳретнĕ çĕртен шыраканни хăçан та хăçан тупать пĕрин-пĕрин аллинче, çавăнчченех шырать. Вара, тупсан, вăл ларать; кам аллинчен тупнă, вăл шырама пуçлать. Кăна çытарнă çĕрте (на кормежке) выляççĕ.

вак

вакă (вак, вагы̆), мелкий, мелко. Юрк. † Уйăх çути çап-çутă, тесе, урăра вак ан пусăр (не шагайте мелкими шагами). || Мелочь (мелкие деньги). N. Сан вак пур-и?

ваç

(вас’), гл. неопр. зн. в насмешливом стишке. Торп-к. Ст. Шаймурз. Ваççа, Ваççа, ваç кутна, кăмака çумне çап кутна. См. Ваççили.

ват

(ват), бить, колотить, пороть. Моюнич. Амăше вара ку пусăк ачине çавăрса илнĕ те, ватса пăрахнă (прибила): ма уна тиврĕн? тесе. Сĕт-к. Ватмаллах ватас-ха она пĕре! Поколочу вот когда-нибудь его как следует! Хыпар № 42, 1900. Стражниксем çавăнтах халăха нагайкасемпе вата пуçланă (начали пороть). Синьял. Кошак тохрĕ, тет те, сикрĕ, тет, вăкăр çине куçĕсем çап-çутă, тет. Вăкăра ватса тăкать (избивает), тет, хăй çапах: мар-мăр! тесе ларать, тет. Изванк. Çынсем курсан, тытаççĕ те, велеричченех: пирĕн пата мĕшĕн ăсатса ятăр (т. е. зачем мор к нам проводили)? тесе, ватаççĕ (бьют). КАЯ. Эпĕр аккапа, атте ватасран хăраса, киле каймарăмăр. Мы со старшей сестрой, боясь, что нас побьет отец, не пошли домой. || Ломать, разбивать, раскрошить, раздробить, растирать. Ердово. Чăн малтан хура-кураксем, йăвăç тураттине ватаканăскерсем, килсе краклатса çӳреççĕ. Макка 218°. Унăн шăммине ватма хушмаççĕ. Не велят разбивать его костей. Скотолеч. 23. Хурăн кăмрăкне, çăнăх пек ватса (растерев в порошок), тасатнă вырăна тултарас пулать ХУБ. Чуллă çĕрте анчах тимĕр сӳре юрамасть; унта йăвăç шăллă сӳрепе сӳрес пулать, мĕншĕн тесен вăл чула ватмасть (не разбивает камня). Дик. Леб. Унтан ăна урупа таптаса ват (растопчи). Сред. Юм. Ватать. домает; 2) очень одолевает. || Поранить. О сохр. здор. Çапах та вăл чир сурансăр вырăна ермест, вăл е хыçса татнă çĕре е пĕр-пĕр япалапа шăйăрса ватнă вырăна анчах ерет (сифилис). || Искалечить, изувечить. Кан. 1929, № 185. Лашасене ватса ан пĕтеррĕр-ха. Как бы не искалечили лошадей! || Перепахивать. Кан. 1927, № 237. Анчах ватса акни çинчен виçĕ кун хушшинче страхакĕнте пĕлтерес пулать. || Размывать, прорывать. Икково. Шу ватса (= çырса) кайсан, кирек шта та варашка полать. Янгильд. Çор-конне выйлă шупа ватнă çолсене, çĕр шу типсессĕн, пĕр çĕрте те йосама тăрăшаççĕ. || Мять. Сред. Юм. Картуса ан ват. Не мни фуражку. Ib. Кĕнеке веç ватса пĕтернĕ (измял, изорвал). Ib. Кĕнеке питне ватнă (измял, изорвал). Ib. Тĕркĕшсе томтир ватса çӳремелле мар ôнта, ак эп сире тек кĕрештерсе çӳреттерем. Ирть-к. Ват, мять (табак). || Травить, побить (градом), переломать (о хлебе и т. п.). Упа. Пире каçсерен пур вĕççе каякан выçлăх кайăксем ватаççĕ. Никит. Кам выльăхĕсем ватса кайнă-ха куна? (потравили луга). Хочехмат. Унăн анине кашни каç такам ватма пуçларĕ, тет. Никит. Тырă ку таринччен лайăх-ха; çил-тăвăл-мĕн килсе ватмасан, лайăх пулмалла. || Мучить, изнурять. Полтава 58. Капла ыйтса, чĕрене уссăр ватса хускатан. Хыпар № ЗЗ, 1906. Ирхи çурăм-пуçĕнчен тытăнса, тĕттĕм пуличчен, çан-çурăмне ватса асапланаççĕ. || Зарезать (о волке). Кан. 1927 № 220. Кашкăрсем Туканаш кĕтӳнне 6 сурăх ватнă (волки зарезали овец).

вирлĕ

efficax, острый, бойкий, стремительный, крепкий, сильный, смелый, приятный, чувствительный. Употр. и в наречном см. Хăр. Паль. 31. Çăмăр, вĕтĕ етресем пек, вирлĕн анать. КАЯ. Эпĕ çак ачана чĕлхе вĕрсе тӳрлетме килнĕ; ман чĕлхе вирлĕ пултăр, чăваш чĕлхи çармăс чĕлхи пек вирлĕ пултăр. (Из наговора). Сред. Юм. Тилхепене пит вирлĕ явнă та, саççим хутланмас та. Ib. Вирлĕ утрăм. Кинул изо всей силы. Пшкрт. Вирлĕ сомак каларă мана (приятное слово). Шибач. Вирлĕ йăтать (смело). Н. Курм. Кантăра вĕçне чул çыхса утсассăн, пит вирлĕ каять. N. Куç пăсăлса ларчĕ, халь те вирлĕ пăхмалла мар. Ст. Чек. Мăшкăласа тăр-ха тата, паçăрхинчен вирлĕрех парăп (еще чувствительнее ударю). Шурам-п. № 22. Вирлĕн çупса пырать. Быстро подбегает. Альш. Тутар япали, тутар сăмахĕ пит вирлĕ (имеет ситу, влияние) чăвашра. Орау. Вирлĕ калатăн, теççĕ çынна (побеждаешь словами, прошибаешь насквозь). Ib. Лашана пушăпа хытă тиверсен: питĕ вирлĕ (чувствительно) тиврĕ, теççĕ. СПВВ. ФИ. Вирлĕ = пит хăватлă, вăйлă. Тюрл. Вирлĕ лекнĕ она (тяжело захворал). Ч. С. Ватă-вĕтĕсене ыраттармаллах çапмаççĕ, çамрăк çынсене хăш чухне темĕн тĕрлĕ вирлĕ тивертеççĕ. (Вирми). В. Олг. Вирлĕрех çап. Ударь почувствительнее. N. Он халапă вирлĕ, çитет (исполнится). Регули 1406. Утсене вирлĕрех тивер. Ib. 1407. Ку пушă вирлĕ çыпăçмала. Ib. 1408. Пăснине вирлĕрех сорса парас (о наговоре). Ходар. Тĕтĕрессе куç чĕлхине вĕрессе сĕре çынна тутармаççĕ; ăна пĕр-пĕр вирлĕ чĕлхеллĕ, сиплĕ çынна анчах тутараççĕ. N. Анаталла аннă чух аннăçем вирлĕ анатăн (скатываешься все сильнее и сильнее). Сир. 120. Вирлĕ чĕлхеллисен (остроумных) чĕлхине çĕттерет, ватă çынсене тăнран çухатать. Пшкрт. Ах, вирлĕ турăм! Ах, хорошо я сделал!

вот-çап

вут çап, высекать огонь. Панклеи. Вот çапатăн-и-мĕн, тилĕ тос?

вăкăр

(вы̆гы̆р), бык. Хурамал. Çĕре вуникĕ мăйракаллă вăкăр çĕклесе тăрать. Собр. Вăйăран вăкăр тухат, теççĕ. (Послов. ). Сказки и пред. чув. 90. Ĕçчен чăваш вăкăр пек юрла-юрла ĕç тăват. Ib. 22. Кĕл пек тăпра çийĕнчен вăкăрсем пек утаççĕ. Изамб. Т. Вăкăр чават-чават та, хăй çине сирпĕтет. N. Вăкăра (из быков) пĕчĕккине пус, пысăккине сут. Сред. Юм. Пит ĕçлекен çынна: вăкăр пик ĕçлет, теçççĕ. Альш. Унтан тата Кăнла улпучĕ килсе ларать, тет, Сĕве кĕтессине. Вăл килет, тет те, малтан стариксене: вăкăр выртмалăх-кăна çĕр илетĕп, тесе, улталаса, илет, тет, стариксенчен хут. Хутне илсен, вăкăра пусат, тет, тирне чĕрпĕл-чĕрпĕл çурса, вĕрен пек тăват, тет, вăрăм. Унтан çав вăкăр тирĕнчен тунă вĕрен пеккипе Кăнла вырăнне çĕр çавăрса илет, тет, тăхăр ялăнне. Çапла Сĕве леш енĕ каят вара ку тăхăр ялăн. Хăят улпуçĕ чикене чиркӳ лартнă, тет те, чиркĕве пăсма саккун çук, тет. Рак. Тĕпĕ çăка, варри вăкăр, тăрри ăвăс. (Çап-йывăççи). Ст. Чек. Вăкăр, чава-чава, хăй çине тăпра купалат, тет. (Поговорка: кăрçакан çынна калаççĕ; çын хăне хирĕç çынна вăрçат-вăрçат та, вăрçнă çынни вăрçаканне хĕвет). N. Ача-пăча пулмасан, е пĕр тĕслĕ ача анчах (авал ывăл кирлĕ пулнă) пусан, арăм патне вăкăр ярса пăхнă (alium virum admittebant). Хăшĕ ăннине калаççĕ. N. Вăкăр кăтарт, случать (корову). Кан. 1927, № 216. Çур-кунне, çулла ĕнесем вăкăршăн, анчах вĕсем çук. || КАЯ. Кӳлĕ вăкăрĕ. См. чӳк.

вăр

бросать, ронять, швырять, кидать: бить. Чăв. й. пур. 2. Пирĕн чăвашсене епле çын та юрас çук; пуçне чула вăрсан та, çав-çавах пулĕ. Юрк. Хăшне тата, пичĕсенчен аллисемпе пĕтĕм вăйĕпе вăрса, çупа-çупа ярса, хĕненĕ. С. Вăр, валить в сторону при борьбе. Ст. Шаймурз. Кунта килсен, çавна, анне, вăрса ӳкерем-и? тет. Мама! когда он (старик) подойдет сюда, не сшибить ли мне его с ног? Слепой. Вăрса яр: первей эс вăр. Ст. Чек. Вăл ăна вăрса ячĕ (çапса ярас). М. П. Петр. Вăр — бить (вăрса ярсан, вĕлерĕп). В. Олг. Патак илчĕ, темĕскер каласа виççĕ сорчĕ, патака вăрсарчĕ(= вăрса ячĕ) вăрманалла. Орау. Аллипе каялла вăрса ячĕ те (махнул), лешне сăмсаранах тиврĕ. N. Вăрса яр = хирĕç çапса яр. Череп. Хăлха-чиккинчен вăрса ячĕ. Хватил по уху. СТИК. Вăрсă ярăп ак! Швырну вот! N. Пыльчăк çине вăрса кӳрт (погрузить в грязь). А. Турх. Вăрса хăвартăм, швырнул. Требн. II. Çак вăрлăхсене эпир чунсăр тăпра ăшне ахалех вăрса хăварма хăяймастпăр. || Околдовать, напускать порчу. Паас. Ан вăр çын çине, ан сул çын çине. || Сбыть с рук. Ст. Чек. Сутмалла япалана: вăрса ярас, теççĕ. Ib. Вăрса ятăм ку ĕнене. [Этот глагол, повидимому, является исконно-чувашским и соответствует осм. вур, каз. -тат. өр; гл. çап — позднейщее заимствование из другого тюрк: наречия, на что указывает и гласная 1-го слога (срв. çоп, çуп)].

эй

(эj), звательная частица. Восклицание удивления, восхищения, сожаления, недовольства, нежелания вести о чем-либо речь. Изамб. Тет. Эй Турă, çумăр пар. Букв. 1904. Эй тĕнче! пулаççĕ-мĕн çакăн пек урапапа çӳрекен телейлĕ çынсем! Юрк. Эй савăнать-çке! Ах, как он обрадовался! Юрк. Эй, çав çимĕçсене тутлă пĕçерме пĕлеççĕ-çке! Альш. Шик! шăхăрать (сăвăр), çынна курсанах. Эй, вара лешсем, лапра çӳрекеннисем, улăхаççĕ, тустарса, сăрталла, шăтăкĕсем умнелле! Юрк. Лаши çап та суха туртисем хушшинче сулланса тăнине курсан, çиленсе: эй, пĕтесшĕ, кашкăр тытса çийесшĕ! тесе, ылхана пуçлать. N. Эй, сысрĕ пулĕ-çке! Ну, небось, и струсил он! N. Эй, шаккăттăм çĕçĕ аврипе! К. Кошки. Эй Туррăмăр, мĕн пурне эс паракан. Эй мăнтарăн этеммисем, пурăнаççĕ-çке! — эсĕ пур!... (Выражение зависти). Альш. Эй Турă, кунта пурăнма аван та, анчах кунта çимелли нимĕн те çук, тет. N. Эй саламалник, тав сире! N. Инкĕш каланă: эй, суеçтерсе ларатăр! тенĕ. N. Эй, пĕлместĕпĕр çав, пĕлместĕпĕр! Çав пĕлменнипе хуплать пире. N. Вăррисем: аçа çапрĕ! аçа çапрĕ! тесе калаççĕ, тет. Эй, тараççĕ! тет. Альш. Эй, тетĕшсем ылттăна пуçтараççĕ, тет! (=ну собирать!). Тораево. Пăчăр калать, тет: эй, мучи, пирĕн паталла (в нашей стороне) пурте Пăчăр ятлă! тĕсе калать, тет. Юрк. Эй, пăхса тăма илемлĕ-çке!... N. Ну, ку тилли утланса ларчĕ, тет те, эй, кĕсем каяççĕ, тет, тусан тустарса! Альш. Эй, аван тунăпать-çке вăл шыв хĕррисем! Альш. Эй вăрманĕ! йывăçĕсем яшт кайнă çӳлелле! Альш. Эй, усалччĕ-çке вăл, Димитрий Васильевич Ковалев! — тытатчĕ те, перетчĕ пуçран тускапа! IЬ. Эй, вăл халăха ăса кӳртет-чĕ-çке (учил уму-разуму) — пире, пĕлмен çынсене! Уф. Малтан (мать) кĕпене уçрĕ, унтан — эй, мана хĕртме! N. Ашшĕ аслă ывăлне: шыв ăсма кай-ха, тесе калать, тет. — Эй атте! пĕр çавра çил килĕ те веçтерех кайĕ, тесе калать, тет. Тораево. Эй, эпĕ Пăчăр ятлă çына тарлама хушманччĕ! тесе каларĕ тет (я не велела нанимать человека по имени Рябчик). Юрк. Эй, пире тăвана юрĕ-çке! (или: юрат-çке). || Также восклиц. при быстрой езде: берегись! СТИК. || Иногда соотв. русскому право! Демид. Ăна вара ача-пăчасем: Еремкке пичче, эсĕ ав çав ларакан çерçи куç шăрçине лектерейĕн-и? тесен: эй, лектерĕп! тесе калаччĕ, тет.

интĕк

неизв. слово. Ой-к. Интĕк кантăк(,) мемелĕк куç çап-çутă. (Загадка о звезде: çăлтăр.)

иттер

(ит’т’эр), понуд. от и т «просить». Урмай. Çичĕ пуслăх алăк тĕп, çитмĕл пусах ыйтаççĕ. Çап, вăртахлăм, лашуна; пре çапас та сиктерес, алăк укçи иттерес (ит’т’эрэс)!

уйăх

ойăх (уjы̆х, оjы̆х), луна, месяц. Трехбалт. Уйăх йĕтем пысăккăшĕ, теччĕç ваттисем. Альш. Уйăх çинче шыв кĕвентиллĕ хĕр тăрать, теççĕ. Н. Седяк. Уйăх çинче кĕвентепе витре ятнă хĕр тăрать. Çав хĕрĕн икĕ вăрă пиччешĕ пулнă, тет. Ăна çур-çĕр тĕлĕнче, вăрăран таврăнсан, шыва янă, тет. Çавăнта хайхи хĕр, макăрса, каланă: мана уйăх хăй патне илинччĕ, тенĕ. Вара ăна уйăх илнĕ. В. Олг. Полнă ĕлĕххи арăмăн хĕрĕ. Амăшĕ осалпала пĕр шот тытнă, осала качча парас тенĕ. Çиччас хĕре çор çĕрте каранхи амăш хусарат шу патне. Каят хĕр шу патне макăрса. Шу патне çитсен, осал исе каймалла хĕре. — Ойăх та пор, тет, хӳел те пор, тет — осала качча кайиччен, илĕр мана, тет. Каран торă хăпартат она ойăх патне витри-мĕнĕпе. М. Вас. № 3, 19. Уйăх çине сăнаса пăхсамăр-ха, ваттисем: Марье тăрать куйланса, ик айккинче витрисем. Ст. Чек. Ĕлĕк уйăх аслăк тăрринче кăна пулнă, аслăк çинче каçхине хĕрсем тĕрĕ тунă. Пĕр хĕрарăм, таса марĕ кайнă чухне, çынсем çук чухне, вăтаннипе уйăх çине таса маррине сĕрнĕ. Уйăх çичĕ кун, çичĕ каç шавласа хăпарнă. Обр. чув. пес. Пазухина. Уйăх пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, çăлтăр пур; сар хĕр пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, каччи пур. Сятра. Çунатсăрах вĕçет, тымарсăрах çитĕнет. (Уйăх). Лебеж. 456. Пичче ăйăри кĕçенĕ, пĕтĕм çĕре пăхĕ. (Уйăх). Альш. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр: уйăхĕсем пулмин те, çăлтăрĕ пур. Собр. † Уйăх витĕр уй курăнат. Букв. I ч. 1904. Хăнисем хапхаран тухса, çаврăнса кайнă çуна йĕрĕсем шур юр çинче уйăх виттĕр курăнса выртаççĕ. Собр. Уйăх пур та, çутти çук. (Тăмана шăтăкĕ — слуховое окно). Ст. Чек. Эп ăна уйăх çутинче (при свете м.) аран палларăм. N. Ойăх çути, окошкаран кĕрсе, çутатса тăрать (светит в окно). N. † Тĕсĕр-пуçăр (ваш. облик) тулнă уйăх пек. Б. Хирлепы. † Уйăх çути пек варличĕ; уйăх çутипе уйрлас-шн, хĕвел çутипе уйрлас-ши? (Солд. п.). Шурăм. 9. Вăрман енчен çĕнĕ уйăх курăнать. Трхблт. Уйăх çути пур. Светит месяц. N. Ойăх çути пор (то же). Т. М. Матв. Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн. (Поговорка). Шарб. Уйăхĕ пур, çутти çук. (Шăрпăк пуçĕ). Дик. леб. 47. Елиса уйăх çутипе йывăç пахчине пырса кĕрет. Собр. † Ир пулсан, хĕвел тухать; каç пулсан, уйăх хăпарать. Чертаг. Уйăх пак шăтăк хăварнă (слуховое окно). Альш. Çĕмĕртрен хура çӳçĕме ылттăн та пĕр турапа турарăм; çак тăванăмсем асăма килсессĕн, тунă пĕр çĕнĕ уйăха пăхатăп. Ч. П. Уйăх витĕр уй курнать. N. † Çуначĕсем (хурчăканăн) уйăх хушшинче. Толст. Вăл каç уйăх çутиччĕ (месячно было). Альш. Пĕтĕм уйăх — полнолуние; çурла уйăх — сери луны; çур уйăх — 1/4 луны. . Уйăх çĕр айне каять, теççĕ. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç тунă (говорят, когда месяц показывается после новолуния). Якейк. Тола тохрăм та, уйăх çути çап-çутă. IЬ. Кĕçĕр уйăх çути пор. IЬ. Уйăх толса пырать. . Уйăх çути çĕрĕпе тăчĕ. Месяц светил всю ночь. Сред. Юм. Тулать, — тулнă ĕнтĕ, — паян уйăх пĕтет. Сред. Юм. Уйăх çôрри тунă. После новолуния месяц стал виднеться до половины. Сред. Юм. Уйăх пăхнă çĕр. В лунную ночь. Янтик. Кĕçĕр çĕр уйăх çутиллĕ. . Кĕçĕр уйăх çути пур. . Уйăх çутипе эп çынна куртăм. Янтик. Уйăх хăлхаланнă (месяц в кругу). Уйăх тин тунă, пӳрне пек-çиç. Уйăх çурла пек юлнă. Уйăх çурри пула пуçланă. Уйăх тула пуçланă. Альш. Уйăх çуралнă. Хĕрлĕ тулли. Шурă тулли (см. ниже). Уйăх пĕтни. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç йолнă (говорят, когда месяц после полнолуния остается видным частью). Якейк. Ачи, ачи, пăх-ха, çĕн уйăх тунă! IЬ. Çĕн уйăх ыран тăвать. Ф. Т. Уйăх пĕтнĕ чух (идет к концу) киçен (= кивçен) пама юрамасть. Ст. Чек. Уйăхран инçе мар çăлтăр пусан, çын вилет. Собр. 194°. Çĕрле уйăх пĕлĕт айĕнче тăрсан, хура шăнасем куç çине ларсан, ыран калах çăмăр пулат, теççĕ. Ст. Шайм. Уйăха хирĕç шăрсан, шĕвĕн тухать, тет. Нюш-к. Уйăха хирĕç ан шăр. Альш. Уйăха хирĕç тула ан тух. N. Уйăх çуралсан, тăватăмăш кунĕнче уяр (йĕне) пулсан, уйăхĕпех уяр (йĕпе) пулать. Тогач. Çеçен хирте туман урапа кусать. (Уйăх). Орл. II, 206°. Уйăх пур та, çутти çук. (Пичуркка). Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм, пурте карталанса тăрса, пĕр-пĕринчен: уйăх-и? хĕвел-и? тесе, ыйтса выляççĕ. Мысл. Уйăх çутти курас мар! (Божба). || N. Çанталăк уяр пулсан, пĕр-икĕ-виçĕ эрнерех пĕтереççĕ: уяр пулмасан, уйăхпех пырать. Рак. † Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх (= 13 уйăх). Альш. † Çăв уйăхĕ çичĕ уйăх, хĕл уйăхĕ улт уйăх. (Из «чĕр йĕрри»). Обр. 89. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, ултă уйăх хушшинче утмăл тĕсле кун килĕ. Утмăл тĕслĕ кун çинче пĕр киресĕр кун килĕ. Нимĕн чух асна килмесен те, çанăн чух асна килĕ-и? Çăв уйăхĕ çич уйăх, çичĕ уйăхăн ăшĕнче, çитмĕл тĕслĕ кун килĕ. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăллă кун килĕ. Нюш-к. Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. N. Ойăх порнмалăхах çияс. Надо наесться на целый месяц. Орау. Эпĕр килтен тухни уйăх та пур-и тен. С выезда нашего из дома, пожалуй, будет с месяц. N. Акă ĕнтĕ уйăх çитет эпĕ сиртен кĕнеке ыйтни. Орау. Вăл ик уйăх анчах тултарчĕ-ха (ребенок). Альш. † Эсир асăнатăр-и, тăвансем, уйăхра? — эпир асăнатпăр кулленех. Именево. Пĕр-ик ойăх çитсен, хваттер хоçи темшĕн çиленчĕ те, молчана кайса хопрĕ. Н. И. П. Вăхăта уйăхпа хĕсеплеççĕ (= хисеплеççĕ). Время считают по месяцам. Н. И. П. Ăна уйăха хупса лартнă. Его посадили на месяц в тюрьму (здесь «пĕр уйăха» значило бы на один месяц). Зап. А. Фукс, 165. «Новый год начинают они с наступлением зимы, и разделяют на 13 месяцев: 1) йопа-ойăх, м. поминовения, ноябрь; 2) чӳк-ойăх, м. жертвы, декабрь; 3) мăн-кăрлач ойăх, большой крутой м. (сильно морозная часть декабря и генваря); 4) кĕçĕн-кăрлач ойăх, менее крутой м., часть генваря и февраля; 5) норăс ойăх, м. оттепели, февраль и часть марта; 6) пошă ойăх, порожнии м. (от тяжелой работы), март; 7) ака ойăх, м. пашни (для ярового хлеба), апрель, часть мая; 8) çу (scr. сюль) ойăх, м. лета, июнь; 9) хĕр (scr. хыр) ойăх, м. свадеб, июнь и часть июля; 10) утă ойăх, м. сенокоса, июль; 11) çорла ойăх, м. серпа, июль и часть авг.; 12) йĕтĕн (scr. бидан!) ойăх, месяц льна, сентябрь; 13) авăн ойăх, м. молотьбы, октябрь». См. Золотн. 191. В Курм. у. записаны моим братом, А. И. Ашмариным, со слов кр. д. Янгильдиной, Курм. у., Василия Семеновича Мастеркина (ныне покойного) след. назв.: мăн кăрлач, янв.; кĕçĕн-кăрлач, февр.; норăс уйăх, март; пошă уйăх, апр.; ака уйăх, май; хĕр уйăх, июнь; утă уйăх, июль; çорла уйăх, авг.; авăн уйăх, сент.; йопа уйăх (чит. йопуйăх), окт.; чӳк уйăх, ноябрь; раштав уйăх, дек. При этом приписано: «Месяцы начинаются не с 1-го числа, а как народится новый месяц». (Сообщено в письме из Курмыша от 21 янв. 1908 г.). В письме И. С. Степанова Кузьме Серг. Сергееву от13 авг. 1908 г. значится следующее: «Николай Иванович Ашмарин будто бы просил написать, как говорил Иван Яковлевич, названия месяцев по-чувашски. Если нужно, я к его услугам; вот они: 1) юпа уйăх, 2) чӳк уйăх, 3) раштав уйăх, 4) кăрлаç, 5) кĕçĕн кăрлаç, 6) нарс уйăх, 7) пуш уйăх, 8) ака уйăх,9) çу уйăх, 10) утă уйăх, 11) çĕртме уйăх, 12) çурла уйăх, 13) йĕтем уйăхĕ. Начал я считать с октября, кончнл сентябрем. Такой счет у нас, в Черепанове, Буинского у.» Позднее он написал мне следующее: «Многоуважаемый Николай Иванович! Я посылал в Кошки за некоторыми сведениями относительно названий месяцев, так как там есть старик, лет 80-ти, отец которого помер лишь в 3-ем году, имея от роду 109 лет. Он, разумеется, помнит многое, что и как было в старину. Я ждал от них письма и потому так долго не мог ответить. Нижеследующие пояснения относительно названий месяцев мне дали они. 1. Кăрлаç. Зимний месяц, начало года. Судя по вашему счету, захватывает часть декабря и начало января. 2 Кĕçен кăрлаç. Зимний холодный месяц. Про этот месяц говорят: сивĕ ашшĕ, сивĕ амăш(ĕ) ачи-пăчилех пирĕн пата килчĕ. 3. Нарс уйăх(ĕ). После половины этого месяца конец резким зимним холодам. Нарс уйăх тăхăрĕ иртсен (т. е. после 1-ой четверти), кушаксем куса пуçлаççĕ. Нарс — зимний месяц. 4. Пуш(ă) уйăх(ĕ). Этот месяц настает перед распутьем. Свое название получил от обычая «пушă пăрахас». В старину у чуваш сватовство происходило в этом месяце (во многих местах и теперь), и, когда невесту совсем сосватают, евчĕ у родителей невесты оставлял пушă (кнут) или же просто прутик, а свадьба откладывалась, часто и теперь, до Çимĕк. Выходит, это месяц сватовства невесты. 5. Ака уйăх(ĕ). Месяц яровой пашни. Ака çийĕ, так называли исключительно время яровой пашни (теперь в наших местностях такое же значение), и преимущественно пахали старинным плугом. Отсюда и название ака уйăх. Ака уйăх çурхи шыв иртсе пĕтес чух тăвать. 6. Çу уйăх(ĕ). Промежуток времени между ака уйăх и çĕртме уйăх(ĕ). Месяц безработный; отдых и веселье для всех, но главным образом для молодежи. Çу уйăх — çамрăк-кĕрĕм уйăхĕ: они водят хороводы, на семик играют свадьбы и т. п. Существуют выражения: «çу уйăх кантарать, ĕç çийĕ валли вăй парать», «çу уйăхĕнче савăнман, ĕç çинче те ĕçлеймен». 7. Çĕртме уйăх(ĕ). Название этого месяца произошло от глагола çĕрт (дай гнить). Это не указывает на навозное удобрение, ибо в глубокую древность земля не нуждалась в удобрении. Чувашские деревни по Поволжью почти без исключения были окружены лесами; приходилось вырубать леса и обращать в пахотные поля. Привозили домой только лучшие части дерева, а сучья и коренья часто жгли, зарывали, запахивали — предавали гниению (çĕртме). Соответствовал теперепшей паровой пашне. 8. Утă уйăх(ĕ). Курăксем çитĕне пуçласан тăвать, çулса, пуçтарса пĕтернĕ çĕре пĕтет. 9. Çурла уйăх(ĕ). Время созревания и уборки хлебов. 10. Йĕтем уйăх(ĕ). Время молотьбы. Этот же месяц называют и авăн уйăх(ĕ). 11. Юп(а) уйăх(ĕ). Этот месяц настает после уборки хлебов с полей и молотьбы. Снега еще нет. С этого месяца начинаются уже осенние праздники. Чуваши, будучи язычниками, или до усвоения христианства, в этом месяце ставили на покойников своих юпа (столбы) и поминали покойников. Юпа ставили один раз в год, именно теперь. Этот обряд, я думаю, Вам хорошо известен, а потому описывать его я считаю лишним. 12. Чӳк уйăх(ĕ). В этом месяце колесная дорога сменяется санною. Последний осенний месяц. 13. Раштав уйăх(ĕ). Зимний холодный месяц. Зима уже давно установилась. Если в комнате холодно, то говорят: кунта сирĕн раштав, т. е. очень холодно. Добавление к 1-му месяцу. Что кăрлаç есть начало года, свидетельствуют следующие обычаи. Кăрлаç уйăхĕ курăнсан, çав каç, шăлпа çыртса, капан туртнă. Тулли пуçах тухсан, çул пурпа иртмелле пулать, тенĕ; пушă пуçах тухсан, çукпа ирттермелле пулать, тенĕ. Юр çине выртса, мĕлкĕ тунă. Çĕр каçиччен унта мĕн ӳкнине ирхине кайса пăхнă. Пуçах-мĕн ӳксен — пуянлăх, телей, ырлăх; кирлĕ кирлĕ-мар ӳксен, е йытă сысса, шăрса кайсан, телейсĕр пулмалла пулать, тенĕ. Пӳрт итлеме çӳренĕ. Лайăх сăмах илтсен, çĕнĕ çул канăçлă, телейлĕ иртет; вăрçă-харкашу е кирлĕ кирлĕ-мар калани илтĕнсен, телейсĕр çул пулать, тенĕ. Йĕтем итленĕ. Авăн çапни илтĕнсен тырă лайăх пулать, нимĕн те илтĕнмесен, тырă начар юлать, тенĕ. Очень много и других гаданий счастья на новый год. Раньше это делалось по появлении молодого месяца кăрлаç, а теперь проделывают накануне 1-го января. Чтобы точно указать, когда какой месяц начинается и с какими числами совпадают начала месяцев по письменному счету, я не мог добиться, и едва-ли это можно установить на основании расспросов. Мне кажется, надо поручить кому-либо записывать у знатока в продолжение года, тогда можно приблизительно верно указать начало каждого месяца... Всегда готовый к услугам Иван Степанов. 28 июля 1909 года. Г. Симбирск». — Что некоторые годы у чуваш имеют по 13 мес. (местами этот счет забывается или совсем забыт), доказывают факты, сообщаемые в проведенном ниже письме Петра Ив. Орлова. Из них явствует, что у чуваш есть тринадцатый вставочный месяц, именно — кĕçĕн кăрлачă (или кĕçĕн кăрлач), вставляемый, через два года в третий, после месяца кăрлачă (кăрлач). В 1911 г., как видно из письма, было тринадцать месяцев. Назв. мăн кăрлач, повидимому, обозначает то же, что и кăрлач. «Николай Иванович! Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăм. Халĕ мĕн илтнине çырса ярам, кайран, кĕр кунне, тата мĕн те пулсан пĕлсе пырăп тен. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Хăшĕ: кашни çулах çутă уйăх вăл вунвиççĕ курăнать те, анчах вунвиççĕмĕшин ятне пайăрĕпех каламаççĕ. Çулталăкра вунвиççĕ уйăх пуласса пулать те, ятне ĕлĕкренпех уççах каламаçчĕç, тиççĕ. Хăшĕ хĕр уйăх пулаччĕ, тиççĕ; хăшĕ кĕçĕн кăрлач пулать, тиççĕ. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре вунвиçĕ уйăх пулать, тит. Вăл кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, вунвиçĕ уйăх пулать, тит. — Вăл çутă уйăх вунвиççĕ курăнасси виçĕ çулта анчах пĕрре пулать. Акă кăçал вунвиççĕ курăнать. Асту халĕ, кăçал ака çине тухас уммĕн (çур-кунне) ватăсем тавлашрĕç. Пĕри калать: ку ака уйăхĕ пĕтрĕ, çу уйăхĕнче тин акана тухатпăр, тит; тепри калать: ăçтан ака уйăхĕ пĕттĕр, халĕ акана та тухман та, ку пĕтнĕ уйăх пушă уйăх, ака уйăхĕ тин тăвать-ха, тит. Кашни çулах, çак вунвиç уйăх пулакан çулсенче стариксем уйăх шучĕсенчен аташса каяççĕ. — Этсемĕр, чимĕр-ха, ку уйăх мĕн уйăх пулать-ха, ака уйăхĕ-и, ай пушă уйăхĕ-и? тиççĕ. Хăйсем вуниккех шутлаççĕ те, вăн уйăх тĕлĕсем килмеççĕ вара. Вуниккĕ анчах шутласан, чăнахах та ака уйăхĕ пĕтрĕ кăçал вăл, акана тухичченех, тулĕк кăçал вуник уйăх анчах пулмасть, вунвиççĕ пулать. Кăрлачă хыççăн кĕçĕн кăрлачă пулчĕ кăçал, унтан нурăс уйăх, унтан пуш уйăх, унтан тин ака уйăх пулче. Ĕлĕк ваттисем çапла шутлаччĕç. Кĕçĕн кăрлача кăларса пăрахрĕç те хăйсем кăçал, вăн хай ака уйăхĕ малтан килсе тăрать. Кăрлачă уйăхĕ кăçал вăл çĕне çула катăлчĕ, кăçал çавăнпа тепĕр уйăх хутшăнать, терĕ суккăр старик. Вăл уйăх йĕркисене ак çаплашутлать: 1) кăрлачă, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нурăс уйăх(х), 4) пуш уйăх(х), 5) ака уйăх(х), 6) çу уйăх(х), 7) çĕртме уйăх(х), 8) ут уйăх(х), 9) çурла уйăх(х), 10) авăн уйăх 11) юп-уйăх, 12) чӳк уйăх(х), 13) раштав. Тата тепĕр старикĕ кĕçĕн кăрлача: хăй ăссĕн уйăх пулна, тесе шутламасть. Кĕçĕн кăрлачă тесе, нурăс уйăхне каланă, тит; нурăс уйăхĕнче кăрлачă уйăхĕнчи пек сивĕ пулнă та, çавăнпа ăна кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Тата тепĕр вирял (Тĕмпексем) старикки раштав уйăхне шутламасть, ăна пĕтĕмпех кăларса пăрахать. Ĕлĕк чăвашсен раштав уйăхĕ пулман, тит; раштав уйăхне ĕлĕк кăрлачă тенĕ, хальхи кăрлача кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Унтан вара çула çĕртме уйăхĕ хыççăн хĕр уйăхĕ пулнă, тит. Хăй кашни çулах вунвиçĕ уйăх пулнă, тит; тăрсан-тăрсан, ыйтса антăратсан: темскерле, çанла шутлаччĕç пек те, темле — маннă; тăну-пуçу çук-халĕ, ĕлĕкхи пек мар... терĕ. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни. Ӳлĕмрен лайăхрах пĕлейпĕри? Сыв пулăр. Сире салам. С. Орауши. П. Орлов. 26 июля 1911 г. Показания, заключающиеся в этом письме, находят себе подтверждение в словах Г. Паасонена, который говорит: «Кĕçĕн кăрлачă — в некоторые годы, которые содержат в себе 13 месяцев, — второй месяц» (Vосаbularium 1. Tschuv. 69), а также у Иревли. Иревли. Чăнах та, шырасан, чăваш тĕнчинче тĕлĕнмелле япаласем нумай тупмалла. Ман алăра ун пек япаласем чилай. Çав япаласенчен пĕрне, пуриичен чаплине, çыратăн: чăвашсен çулталăк хĕсепĕ хăйсен пулнă. Ăна эпĕ Салтак-ел Питтăпай арăмĕнчен пĕлтĕм; вăл çырăва (грамоте) вĕлмест. — Чăвашсен икĕ çулĕ вуникшер уйăх, виççемĕшĕ вунвиç уйăхлă пулнă. — Ик çул сиктерсе, виççĕмĕшĕнче кĕçĕн-кăрлачă пулать, терĕ Курпун Иванĕ, Пӳлер-Кӳл çынни. Уйăх эрне-куна тиркет (эрне-кун уйăх тумасть); тет ман асатте. Н. И. Полоруссов. Ман асатте Раштав уйăхне асăнмасчĕ. Мой дедушка (со стороны отца) не упоминал месяца раштав. IЬ. Кĕçĕн кăрлач: эпĕ аслă пиччерен (т.-е. кăрлачран) ирттерĕттĕм те, хĕрлĕ вăкăр (т.-е. хĕвел-солнце) хӳрине тăратать те, кулап-ярап! тесе калать, тет. Тюрл. Аслă пиччешĕнчен кĕçĕн пиччĕшĕ ирттерет («февраль и январь»). В этом же говоре после месяца ака-уйăх (уjы̆х) записан канлĕ уйăх, который, кажется, должен бы стоять после çу уйăх; но последнего в списке нет. Юрк. (в откр. письме ко мне из.. Симб., от 12 июня 1911 г.): «уйăх ячĕсем: 1) кăрлаç у., 2) нарăс у., 3) пушă-уйăхĕ;) 4) ака-у., 5) çăв-у., 6) хыт-суха у., 7) çум-у. (ана çинчи курăксене çумланăран кал.), 8) утă у.. 9) çурла у., 10) йĕтем у.., 11) юпа у., 12) чӳк у., 13) раштав у. Пӳркелĕнчи (в с. Бюрганах) чи ватă çынтан ыйтса пĕлтĕм». На одном листке, написанном рукою П. И. Орлова и относящемся к диал. д. Раковой, хыт-суха уйăхĕ поставлен седьмым, а çум уйăхĕ шестым. Нюш-к. (И. Е. Ефимов). Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх — 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. IЬ. 1) Раштав уйăхĕ, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нарс уйăхĕ, 4) юш уйăхĕ, 5) ака уйăхĕ, 6) çăв уйăхĕ, 7) канлĕ уйăхĕ (не «уйăх»!), 8) çĕртмь уйăхĕ, 9) ыраш аки уйăхĕ, 10) çурла уйăхĕ, 11) итем уйăхĕ, 12) юпа уйăхĕ, 13) чӳк уйăхĕ. Эпĕ ку уйăх шутне пăрмай шутласа тăракан карчăкран ыйтса пĕлтĕм. Вăл мана йĕркипе каласа пачĕ. Ытти çынсенчен те, хамăр ялсенчен, ыйткаласан, мана çак эпĕ ыйтнă карчăк (çинчен): лайăх пĕлет у уйăх шутне, çавăнтан ыйт эс уна, терĕç. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Вăл чылая çитнĕ çын, 80-сенче. Уф.? Январь-кăрлачă теççĕ, февраль уйăхне нурăс уйăхĕ теççĕ, март — пушă уйăх, апрель — ака уйăхĕ, май — çу уйăхĕ, июнь — çĕртме уйăхĕ, июль — утă улăхĕ, август — çурла уйăхĕ, сентябрь — авăн уйăхĕ, октябрь — юпа уйăхĕ, ноябрь — чӳк уйăхĕ, декабрв — раштав уйăхĕ. Кăрлачă тесе, питĕ кун кăр-сивĕ килнĕрен калаççĕ; нурăс уйăхĕ теççĕ кун ăшă енне кайса, кун йĕпенсе тăнăран; пушă-уйăхне этемпе выльăх çими пĕте пуçланăран калаççĕ; ака уйăхне ака тăваççĕ; çу уйăхне çулла пулнăран калаççĕ; çĕртме уйăхие çĕртме аки тунăран калаççĕ; утă уйăхне утă тунăран калаççĕ; çурла уйăхне тырă вырнăран калаççĕ; авăн уйăхне авăн аштарнăран калаççĕ; юпа уйăхне карта-хура нăкăтма юпа лартнăран калаççĕ (это неверно); чӳк уйăхне пирĕн чăвашсем чӳк тунăран калаççĕ; раштав уйăхне Христос çуралнăран калаççĕ. Тата эпĕ сире каланăчĕ: эпĕ вунвиç уйăх пулать, тенине илтнĕ, тесе. Вăл тĕрĕс мар, теççĕ, вуниккĕ анчах пулать, теççĕ. Только числалă уйăхпа пĕрле тумаç, унтан ялан малтан туса пырат, теççĕ. Кун шучĕсем пурĕ-пĕрех: 31-тен, 30-тан, 28-тан, 29-тан килет, теççĕ. Напр. кăрлачĕ уйăхĕ 18 декабря тăвать, тенĕ чăвашла калентар çинче, чăвашсем те çав таврана калаççĕ. 19 январта нурăс уйăхĕ тăват, 16 февралте пушă уйăх тăват, и т. д. — Месяцы у Г. Паасонена см. в его «Vосаb. 1. Tschuv.», стр. 69, 91, 110, 2, 139, 133, 195, 143, 26, 30, 190, 112. Тоскаево. Кĕçĕн-кăрлаç (январь. Сивĕпе аслă пиччерен ирттеретĕп эпĕ, Кĕçĕн-Кăрлаç. Кĕçĕн-кăрлаç сиввине чăтакăн леш тĕнчере ăшăнать, тет. Кĕçĕн-Кăрлаç çиленсессен, урăна тăла сыр, теççĕ. Кĕçен кăрлаç пит усал, ним парса та нимĕн илмест. Нарăс уйăхĕ (февраль). Нарăсна кĕçĕн-кăрлаç ĕлĕк пĕрре вăрçнă, тет. Кам урасе (= урасене) тĕпеклĕ тăвать? тесе каларĕç, тет, пĕр-пĕрне. — Эпĕ çынна тăла сыртаратăп! тесе каларĕ, тет, кăшкăрса, кĕçĕн-кăрдаç. — Эпĕ ташлаттаратăп, терĕ, тет нарăс. Çавăнпа чăвашсем: нарăс çитсессен, ташла, вăл ташланине юратать, теççĕ. IЬ. Ака уйăхĕ (апрель). Хире ака çитсессĕн, чăваш ака-пуçне тӳрлетет. — Ачам, хире тухсассăн: ака, пулăш, те. IЬ. Çу уйăхĕ (май). Эй ĕненĕм, ĕненĕм (чит. ĕнемĕм?), кай çукурма картаран: ырă-таса çимĕçпе тăрантса ярĕ вăл сана. Çĕртме уйăхĕ (июнь) «Çинçе» килет çинçелсе, тăвăр ĕçĕре часăрах. «Çинçе» (Тоскаево, Т. у.) = «Уяв» (Буинского у.). «Çинçе вуникĕ (12) кун пырать; çак вуник кун хушшинче нимĕскер ĕçлеме юрамасть; çи те, урама тухса вырт». Çинçе иртсен пулнă çĕртмене çĕр хапăл тăвать, теççĕ. Ут уйăхĕ (июль) (Тосваево). Утта пырса çапăнтăмăр; малашне, ачасем, чу касас пек ĕç тăрать; çавăнпа «авалхисене», ан аптăраччăр, тесе, хытă кĕл тумалла. Ки малтан турра «учук» ту; турра кĕл-ту ял-йышпе; çĕлĕкне илсе, ачу-пăчупа ӳксе пуççап. «Турă, сана пĕтĕм ял ял-йышпе асăнаппăр, укĕнеппĕр, пуççапаппăр, сана вăкăр пусса, выльăхпа силлетпĕр. Алăк патне кĕрӳне, тĕпеле кинне пар. Çурт çумне çурт хуш, мул çумне мул хуш». Турра кĕл-туса пĕтерсессĕн, «Çĕр йышне» кĕлтумалла. Çĕр йыш валли тына пусас пулать. Ял йышне, эй çĕр йышĕ, тĕпе питĕ пар, тăррине тутă пар. Пĕр пĕрчĕ акса, пин пĕрчĕ пар; ывăçпа акса, пӳлмепе пар. Çурла уйăхĕ (август). Хире çурла çĕкличчен, «чӳклеме» тăвас пулать. «Çĕнĕ тырă умĕнчен хур пусса, пĕтă пĕçерсе çырлахтар. «Килĕшпеле виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхпеле, çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпала, пĕр витре, виçĕ чашкă сăрапа пуççапаппăр сана, турă, ӳкĕтлетпĕр, асăнаппăр. Чӳклесе пĕтерсессĕн, «Пӳлĕхçе» асăн. Ăна чĕреспе виçĕ куркапа сăра тула кăларса ларт. Унтан вара «Хĕрлĕ çырана» асăн, тата «Пӳлĕхе» ӳксе пуççап. Вара «Карташ пăттине»: «çуратакан турă, çырлах», тесе, виçĕ юсманпа асăн. Унтан «Кепене» хур пусса, пăтă пĕçерсе, виçĕ юсманпа çырлахтар. Кайран «Аслă ырсене» «Кепе амăшне» килĕшпе çырлахтар. Чи кайран çичĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн çичĕ юсманпа «килĕш пăтти» пĕçерсе çи. Итем уйăхĕ (сентябрь). Итем уйăх çитнĕ пуль: «хав, хав» сасă илтĕнет. Юпа уйăхĕ (октябрь). Авăн уйăхĕ (ноябрь). Авăн тетĕмĕ çӳлелле хăпарсассăн, этемме канăçлăх пулать, тет. Чӳк уйăхĕ (13-ый месяц по старин. чув. сч.). Кĕлту, таванăм, ĕç пĕтĕрĕ; ырă чунпа чӳклеме ту. «Симĕс пуçлă кăвакал, вĕççе кай та, веççе кил. Картлă-картлă пашалу, кусса кай та, кусса кил. Вите кутне вăрă пар, карта кутне кашкăр пар» (!). В Б. Олг. записаны назв. мм.: вутойăх (вудоjы̆х), çорлойăх, ан-ойăх, йопойăх, чӳк-ойăх, мăн-кăрлачă (кŏр-), кĕçĕн-кăрлачă, норăс-ойăх, пошă ойăх, акойăх, çу-ойăх. В Н.-Карамалах, Белеб. у., чувашские месяцы соответствуют европейским; их 12: кăрлаç, нарăс-уйăх, пушă-уйăх, акуйăх, çăвуйăх, çĕртме-уйăх, утă-уйăх, çурла-уйăх, авăн-уйăх, юпа-уйăх, чӳк-уйăх, раштав-уйăх. Эти же самые названия записаны мною в д. Питушкиной, б. Курм. у., но только вм. çĕртме уйăх в этой деревне ставят çом ойĕхĕ, а 12-й месяц назван просто раштав. В Ой-к. — счет мм. тоже идет на европ. лад: 1) мăн-кăрлачă, 2) кĕçĕн-кăрлачă, 3) норс-уйĕх (уjэ̆х), 4) пуш-уйĕх, 5) ака уйĕх, 6) вутă уйĕх, 7) хĕр уйĕх, 8) çорла уйĕх, 9) авăн уйĕх, 10) йĕтем уйĕх, 11) чӳк уйĕх, 12) раштав уйĕх. Здесь юпа уйĕх пропущен, а на его место ошибочно поставлен йĕтем-у., который собственно является в др. говорах лишь варянтом названия авăн-у. — В новых книгах на чув. яз. названия месяцев часто употребляются без нарицательного «уйăх» и вполне соответствуют 12-ти мм. солнечного года. Их порядок: кăрлач, нарăс, юш, ака, çу, çĕртме, утă, çурла, авăн, юпа, чӳк, раштав. Кăлентар 1928 ç. Пушăн вун-саккăрмĕшĕ, 18-е марта. Альш. Имена месяцев соотв. европ. назв.: 1) кăрлаç. 2) нарăс, 3) пушуйăхĕ, 4) акуйăхĕ, 5) çăвуйăхĕ, 6) хытсухуйăхĕ, 7) утуйăхĕ, 8) çурлуя-хĕ, 9) йĕтем-уйăхĕ, 10) юпуйăхĕ, 11) чӳк-уйăхĕ, 12) раштав.

у-лю-лю-лю

восклиц., которым понукают лошадь, не трогающуюся с места из-за тяжести поклажи. Бес. чув. 2. Çап, Катир, çап! Ну! у-лю-лю-лю! Ну! ей! Ну-ну! тесе, кăшкăрашаççĕ тутарсем, анчах лавĕ вырăнтан та хускалмасть.

упате

опăте, обезьяна. Чертаг. Упăте çынна кăтăкласа вĕлерет. (катти пар та катти пар, тесе, шăла каларса илесшĕн). Сунч. Упăтенĕн йĕмĕ çук, ташлаканăн ăсĕ çук. Орау. Пичĕ-куçĕсем упăте манерлĕрех пулаççĕ вăсен (у татарок). IЬ. Ах упăте! (Брань еtс.). СПВВ. ИА. Упăтесем ăшă çĕрте пурăнаççĕ. К. С. Упăте шăлшăн каççа каять, çыннăн шăлĕсене кăларса илет те, ачисенĕн мăйне çакать; çынна кăтăкласа вĕлерет, лаши çине утланса чупма юратать. IЬ. Икĕ çын упăтене тĕл пулнă, тет те, унтан хăраса хăвăл юман каски ăшне пытаннă, пуçĕсене чиксе выртнă, тет. Пĕри пĕр вĕçĕнчен, тепĕри тепĕр вĕçĕнчен. Упăте пычĕ, тет те, иккĕшне те пăххăрĕ, тет. Унтан тĕлĕнсе каларĕ, тет: ай туру, ай туру! ку мĕлле çын пуччĕ? — пĕр енчен пăхап — кутакки, тепĕр енчен пăхап — кутакки! тесе каларĕ, тет. IЬ. Е, упăте! Темĕскер курăнасса пĕлмест (может решиться на все, и на бессовестное и на неприличное). IЬ. Çав туй халăхĕ упăте пек сиккĕрĕ. . Упăте пек — неряшливый. Календарь рукоп. Прокоп. Ачисен (их) пичĕсем упăтенĕ пек (грязны). СТИК. Упăте çап-çутă пуçлă, пушă пӳртсенче, ахаль, пурăнакан пӳртсене те ерсе аптăратса пурăнать. Пĕрре çапла пĕр çыннăн икĕ пӳрт пулнă, тет; пĕр пӳртне упăте ернĕ, тет. Пĕрре ку çын патне упа ташлатакан кĕрсе выртнă. Упине çак пӳрте вырттарчĕç, тет. Каçпа упăте пырать та, упана чис, кăтăкласа ăнтан ярать. Упа сиксе тарать та, кăна çĕклесе çапать. Çакăнтан вара упăте пымарĕ, тет. || Ст. Чек. Один чувашин, ходивший утром в воскресенье в лес, воровать лыки, видел в овраге совершенно голую женщину, сидевшую и расчесывавшую свои длинные (до колен) волосы гребяем. Это была упăте. IЬ. Женщин растрепанных, грязных, нерях называют упăте. Сурпанĕ хап-хура, пуçĕ туснă, упăте пек ларса пырать. Шел. 137. Акă икĕ çын, вăрмана кайсан, упăте курса... пытанса выртнă.

Оппой!

см. аппай. С. Б. Аппай (онной!), ку çап-çарах (ялтах) осалланса кайнă-ĕç! Батюшки, да он совсем испортился!

урлă

орлă (урлы̆, орлы̆), через, поперек; за, из-за. Юрк. Çулпа пынă чухне, çул çинче пĕр тарăн çырма урлă хывнă кĕпер урлă каçмалла пулать. Скот. леч. 26. Çăварне лайăхрах уçтарасшăн выльхăн чĕлхине кăларса, çăварне урлă патак хыптарма кирлĕ. Бурунд. † Пире çырнă çын ачи инçе те мар, ял урлă. Тайба. † Ама кăвакал пăр урлă, çаврăнасси кӳл урлă; пирĕн савни ял урлă, калаçасси çын урлă. N. Ву (оно) пирĕн ялтан çырма урлă. N. † Эп савнине çын савсан, чунăм епле чăтрĕ-ши? Чăтаймечĕ — çын урлă. Юрк. Вĕсем урлă. N. † Кукăр-макăр юмана касăр-прахăр çул урлă; леш. кассенен хĕрсене кларар-ярăр ял урлă. М. Чолл. Виçĕ патшалăх урлă, пĕр патшан хĕр пур. Т. VI, 65. Ашапатман карчăк килнĕ, Атăл урлă, тинĕс урлă, уй урлă, вăрман урлă. Вĕретĕп, суратăн, тух, куç! Коракыш. Атăл урлă юман касăп, турпасси кунта кисе ӳкĕ. (Салтак хут яни). Ст. Айб. Пирĕн савнă тусăмсем ял урлă, курса калаçасчĕ çын урлă. Ал. цв. 3. Тата эпĕ тинĕс урлă пурăнакан çынна пĕлетĕп, вăл мана çав куçкĕские тупса парĕ. IЬ. Тинĕссем урлă кӳнĕ хаклă йышши таварсем. Регули 1310. Шу орлă ишрĕ. Карта орлă сикрĕ. || Употребл. и в временном значенни. N. Пĕр каç урлă хурала (в караул) каяппăр (через вечер, т. е. раз в два вечера). N. Унтан вара тепĕр каç урлă е ик каç урлă хуçисем патне татах ик-виç пĕçерекен арăмсем пуçтарăнаççĕ, ĕçме-çиме хатĕрлеççĕ. N. Эрне урлă ярах тăр (письма). || Выражает посредство. Н. Карм. Ун урлă (с ним) Сире пит пысăк салам яратăп. || Сред. Юм. Пиччĕш орлă иртеймес-ха çав. Без позволения брата не может делать важного дела. || Поперек (наречие). Чуральк. Шур вăкăрăн тир урлă. (Хурăн). Хора-к. Çын япали орлă выртсан, тăрăх çавăр (= ху ан тив). Ст. Айб. Ахаль тăраччен, урлă выртакана илсе пăрах, теççĕ. (Посл.). Сред. Юм. Орлă выртана тăрăх та çавăрмас (ничего не делает). N. Орлă выртакана тăрăх çавăрса хор, тиççĕ. Янтик. Урлă выртана тăрăх исе хумастăн. (Так говорят про человека, который ничего не делает). Собр. Уйăх çути çап-çутă, урăрсене урлă ан пусăр. || Поперечный. Собр. Айван çыннăн пуртă, аври урлă, теççĕ. Абыз. Хĕрĕх юман айĕнче хĕр вăрласа тухрăмăр, урлă çăка айĕнче ура сырса тухрăмăр. (Мы обулись под липой, склонившейся поперек дороги.) Абыз. || Косой (о ноге косолапого). В. Олг. † Он та ори орлăрах. N. Эпир унпа урлă карăмăр (поссорились). N. Вĕсем урлă карĕç-ха паян.

Уçăп

Оçăп, личн. хр. имя мужч., Иосиф, Осип. Альш. Уçăп, Уçка, (Йăсăп?), вырăсла Иосиф. Н. Лебеж. † Уçăп йĕкĕт хирĕç тухса илет. Сред. Юм. Уçăп, Уçăн, уç котна, кăмăка çăвар çап котна. Так дразнят дети товарищей по имени Осип. Чураль-к. Оçăп хуçак, çĕр хуçăк (дразнят Осипа). || Личн. яз. имя мужч. Рысайк.

уçланка-ĕшне

поляна? Шел., 28. Пырса тухать çап-çутă пĕр уçланкă ĕшнене.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

барабан

сущ.муж.
1. параппан (кĕвĕ хатĕрĕ); бить в барабан параппан çап
2. кăшкар (машинăн çӳпçе евĕр пайĕ); барабан лебёдки лебёдка кăшкарĕ

бить

глаг. несов.
1. (син. ударять, стучать) çап, шакка, шаклаттар; бить молотком малатукпа шаклаттар; бить в дверь кулаком алăка чышкăпа шакка; бить по воротам хапхана çап (футбол, хоккей вăййинче)
2. кого (син. избивать) çап, хĕне, ват; бить по лицу питрен çупса яр
3. кого-что (син. громить, разбивать) çĕмĕр, аркат, ват; бить врага тăшмана аркат; битое стекло кĕленче ванчăкĕ
4. (син. стрелять) пер; бить из орудий тупăсенчен пер; ружьё бьёт метко пăшал тĕл перет
5. (син. вытекать) тап, тапса тăр, юхса тух; под горой бьют родники сăрт айĕнче çăл куçсем тапса тăраççĕ ♦ бить в колокола чан çап; часы бьют шесть сехет улттă çапать; бить птицу кайак-кĕшĕк пусса тирпейле; бить по карману тăкак кӳр; бьёт лихорадка сивĕ чир силлет; запах бьёт в нос шăршă сăмсана çурать; бить тревогу хавха çĕкле (хăрушлăх çинчен пĕлтерсе)

болтать

1. глаг. несов. (син. пустословить)
сӳпĕлтет, пакăлтат, сăмах çап; Не болтай вздор! Ан сӳпĕлтет кирлĕ мара!

бубен

сущ.муж.
бубен (пĕр енлĕ, хăнкăрмаллă параппан); бить в бубен бубен кала, бубен çап

войлок

сущ.муж. (син. кошма)
кĕççе, кашма; обить дверь войлоком алăка кĕççе çап

грязь

сущ.жен., множ. грязи
1. пылчăк, лапра; на улице грязь урамра пылчăк
2. (син. нечистота) тасамарлăх, çӳп-çап; хура; на руках грязь алă хуп-хура

гумно

сущ.сред.; множ. гумна (син. ток)
йĕтем, анкарти; молотить хлеб на гумне анкартинче тырă çап

дать

глаг. сов.
1. кого-что кому (син. вручить; ант. взять, принять) пар, тыттар; дать в руки алăран тыттар; дать книгу кĕнеке пар; дать взаймы денег кивçен укçа пар; Сколько дадите за шапку? Çĕлĕкшĕн мĕн хак паратăр?
2. что или с неопр. ф. кому (син. предоставить) пар, туянтар; дать работу ĕç пар, ĕçе ил; дать образование пĕлӳ туянтар, вĕрентсе кăлар; дать покой канăç пар
3. что кому (син. доставить) кӳр, пар; поля дают богатый урожай уй-хир пысăк тухăç кӳрет
4. (син. ударить, стукнуть) çап, тиверт, тыттарса яр; дать по голове пуçран çап
5. что (син. провести) пар, ирттер, йĕркеле; дать концерт концерт ирттер
6. в сочетании с сущ. выражает действие по его значению: дать согласие килĕш; дать звонок шăнкăравла; дать трещину çурăлса кай; дать начало пуçарса яр; дать поручение хуш ♦ дать знать хыпар яр; пĕлтер; дать слово сăмах пар, тума пул; ни дать ни взять каснă лартнă, пĕр пекех; Я тебе дам! Парап ак эпĕ сана! (юнаса калани); Ему не дашь шестидесяти Вăл утмăлта тесе каламăн; Дай-ка я пойду к нему! Ун патне каям-ха!

дрянь

сущ.жен.
1. (син. хлам) ăпăр-тапăр, ăптăр-каптăр, çӳп-çап; выбросить всю дрянь из дома пĕтĕм апăр-тапăра килтен кăларса пăрах
2. япăх, начар, путсĕр; дрянь человек путсĕр сын; дело дрянь ĕç-пуç начар

дубинка

сущ.жен.
чукмар, кӳсек, патак; резиновая дубинка резина чукмар (йĕркелĕхе сыхлакансен); ударить дубинкой кӳсекпе çап

дуть

глаг. несов.
1. вĕр, вĕртер (çăвартан); дуть на горячий чай вĕри чее вĕрсе ĕç
2. 1 и 2 л. не употр. (син. веять) вĕр, варкăш, çап; ветер дует сил вĕрет; от окна дует холодом кантăкран сивĕ çапать

забить

глаг. сов.
1. (син. вбить; ант. выбить) çап, çапса кĕрт; забить в стену гвоздь стенана пăта çап
2. (син. заделать) çапса хур, çапса ларт; забить окно досками чӳречене хăмасемпе çапса ларт
3. (син. загнать) çапса кĕрт; хоккеист забил шайбу хоккеист шайба çапса кĕртнĕ
4. (син. зарезать) пус; забить телёнка пăру пус ♦ забить в набат чан çапма пуçла; забить дополна туллиех хурса тултар; забить голову пуçа минрет

звонить

глаг. несов.
1. шăнкăртат, шăнкăртаттар; телефон звонит телефон шăнкăртатать; звонить по телефону телефонпа шăнкăравла; звонить в дверной звонок алăк шăнкăравне шăнкăртаттар
2. чан çап; звонят к вечерне каçхи кĕлле чан çапаççĕ

клеймить

глаг. несов.
1. клемеле, тăмхала; паллă ту, клеме çап, тăмха ларт; клеймить скот выльăха клеме çап (палламалли ӳкерчĕк хыв)
2. (син. обличать) питле, намăслантар; клеймить позором намăс ту, намăса кăлар

клеймо

сущ.сред.; множ. клейма
клеме, тăмха, паллă; клеймо на скотине выльăх çинчи клеме; поставить клеймо клеме çап, тăмха ларт; клеймо позора намăс палли

клин

сущ.муж., множ. клинья
савăл; дубовый клин юман савăл; вбить клин савăл çап ♦ борода клином шĕвĕр сухал; свет не клином сошёлся тĕнче хĕсĕр мар (ĕçе тĕрлĕ майпа татса пама пулни çинчен); Клин клином вышибают погов. Савăла савăлпа çапса кăлараççĕ; озимый клин кĕрхи тырă пусси

ковать

глаг. несов.
1. что тупта, шакка; ковать железо на наковальне тимĕре сунтал çинче тупта
2. кого таканла, такан çап; лошади не кованы лашасене таканламан

кол

сущ.муж., множ. колья и колы
шалча; вбить в землю кол çĕре шалча çапса ларт ♦ ни кола ни двора çап-çара, нимĕн те çук (чухăн çыннăн)

колокол

сущ.муж., множ. колокола
чан; церковные колокола чиркӳ чанĕсем; бить в колокола чан çап

колотить

глаг. несов.
1. почему и во что (син. бить, стучать) шакка, çап, тӳнклеттер, шанлаттар; колотить в дверь алăка шакка
2. (син. избивать) хĕне, ват, кӳпке; колотить кулаком по спине çурăмран чышкăпа кӳпке
3. (син. разбивать) ват, çĕмĕр; колотить посуду савăт-сапана çĕмĕр ♦ меня колотит дрожь эпĕ чĕтрене ертĕм

крыть

глаг. несов.
1. вит, тăрла, тăрă ту; дом крыт шифером çурта шифер витнĕ
2. вит, çап (карт вăййинче); крыть десятку вальтом вунна валетпа вит ♦ ему нечем крыть вăл хирĕç ним те калаймасть

кулак

1. сущ.муж.
чышка, чăмăр; ударить кулаком чышкăпа çап, чыш

лопатка

сущ.жен.
1. кĕреçе (пĕчĕкки); детская лопатка ача кĕреçи
2. хул калакки (çурăмри сарлака шăмă); положить на обе лопатки çавăрса çап (кĕрешсĕ)

молотить

глаг. несов.
çап, авăн çап; раньше хлеб молотили цепами ĕлĕк тырра тăпачпа çапнă

мусор

сущ.муж. (син. отбросы)
çӳп-çап, ăпăр-тапăр; очистить двор от мусора кил хушшине çӳп-çапран тасат

отпор

сущ.муж.
хирĕç тăни, хирĕç çапни; дать отпор врагу тăшмана хирĕç çап

парить

1. глаг. несов.
1. что пăсла, пăслантар, пăспа ислентер; парить бельё кĕпе-йĕме пăспа ислентер (çума хатĕрлесĕ)
2. кого çап (милĕкпе), çапса яр

печатать

глаг. несов.
пичетле, çап; печатать книгу кĕнеке пичетле; печатать на машинке машинкăпа çап

плескать

глаг. несов.
1. çап, чăмпăлтаттар, чăпăлтаттар; волны плещут о берег хумсем çырăна çапаççĕ
2. что, чем (син. брызгать) сап, сирпĕт, тăк; плескать воду на пол урайне шыв сап

подковать

глаг. сов.
таканла, такан çап; подковать лошадь лаша таканла

прибить

глаг. сов.
çап, çапса ларт, çапса хур; прибить доску гвоздями хăмана пăтапа çапса ларт

сор

сущ.муж.
çӳпĕ, çӳп-çап; вымести сор çӳп-çапа шăлса кăлар

трепать

глаг. несов.
1. кого-что (син. дёргать, тормошить) тăрпала, лăска, турткала; трепать за волосы çӳçрен лăска
2. (син. развевать) вĕлкĕштер, варкăштар; ветер треплет знамёна çил ялавсене вĕлкĕштерет
3. (син. похлопывать) çупăрла, лăпка (ачашласа)
4. тылла, шăртла (сӳсе) ♦ трепать нервы тарăхтар; трепать языком сӳпĕлтет, пуш сăмах çап; его треплет лихорадка ăна сив чир силлет

треснуть

глаг. сов.
1. 1 и 2 л. не употр. шатăртат, шатăрт ту; под ногой треснула ветка ура айĕнче турат шатăрт турĕ
2. (син. расколоться) çурăл, çурăлса кай; доска треснула хăма çурăлса кайнă
3. (син. ударить) çап, чыш, çатлаттар, тыттарса яр

ударить

глаг. сов.
1. кого-что, по кому-чему çап, чыш, тап; ударить палкой патакпа çап
2. (син. напасть) тапăн, пырса çап, аркат; ударить по врагу тăшмана пырса çап
3. что и во что янăра, кĕрле, шакка; часы ударили полночь сехет çур çĕр çапрĕ ♦ ударили заморозки тăм ӳкрĕ; вино ударило в голову эрех пуçа кайрĕ

фланг

сущ.муж.
айăк (çар ушкăнĕн сулахай тата сылтăм енĕ, вĕçĕ); ударить противника во фланг тăшмана айăкран пырса çап

хлестать

глаг. несов.
1. кого-что (син. бить, ударять) çап, вĕт, вĕтеле, хулăла, çатлаттар; хлестать коня кнутом лашана пушăпа çатлаттар; хлестать прутом хулăла, хулăпа çап
2. 1 и 2 л. не употр. çу, тăк, шарлаттар, чашлаттар; дождь так и хлещет çумăр чашлаттарать кăна

хлопать

глаг. несов.
1. (син. ударять, бить) çап, çатлаттар, шатлаттар; хлопать по спине çурăмран çатлаттар
2. (син. грохать) хуп, шанлаттар, кĕрслеттер; хлопать дверью алăка шанлаттарса хуп
3. (син. аплодировать) алă çуп; артисту долго хлопали артиста нумайччен алă çупса саламларĕç

чепуха

сущ.жен. (син. ерунда)
ниме тăман япала, пули сăмах; нести чепуху сӳпĕлтет, пуш сăмах çап

яркий

прил., ярко нареч.
1. (син. сияющий, светлый; ант. тёмный) çап-çутă, йăмăх çутă; яркие лучи солнца çап-çутă хĕвел пайаркисем
2. (син. чистый, свежий; ант. тусклый, бледный) чакăр, çутă, йăмăх; яркие цвета чакăр тĕссем
3. (син. сильный, впечатляющий) чаплă, пултаруллă, паллă; витĕмлĕ; яркий талант чаплă талант; яркий пример витĕмлĕ тĕслĕх

ясный

прил., ясно нареч.
1. (син. яркий, светлый, сияющий; ант. тёмный) çутă, янкăр, уяр, уçă, таса; ясное небо таса тӳпе; ясный день янкăр уяр кун; светлый месяц çап-çутă уйăх
2. (син. чёткий, отчётливый; ант. неясный, смутный) уçăмлă, курăмлă, кĕрет; уççăн; отсюда ясно видны горы кунтан сăртсам уççăн куринаççĕ
3. уçăмлă, ăнланмалла, уйăрмалла; ясный почерк уçăмлă çыру; мне всё ясно эпĕ йăлтах ăнланатăп

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

ассенизация

м н. н е т ассенизаци (уборнăйсене тата çӳп-çап тăкакан вырăнсене тасатни).

всплескивать

что несов., всплеснуть. сов. шыва çӳлелле сирпĕт (хум); всплеснуть руками аллуна шарт çап (тĕлĕннипе).

обруч

кӑшӑл; набивать обруч кăшӑл çап.

поражать

кого, что несов., поразить, -жу сов. 1. хытă çап, чик (ҫӗҫӗпе); ҫӗмӗрсе тух, хирсе тух; ҫĕнтер; 2. хытӑ тӗлӗнтер, тӗлӗнтерсе яр (ҫӗнӗ хыпар).

чеканить

что несов. çап (укçа, медаль); 2. перен. уççăн татса кала (сăмахсене).

таврить

кого, что несов., затаврить сов. клеме çап (пус); таврить коней лашасене клеме çап.

трезвонить

несов. 1. пур чанне те çап; 2. перен. элек сарса, çын çисе, усал чап сарса çӳреме.

треснуть

сов. 1. çурăл, шартлатса çурăл (шкап), çĕмĕрĕл; 2. простор. çап, çатлаттарса яр.

трогать

кого, что несов., тронуть сов. 1. тив, тĕрт, тĕртĕн, тĕк, тĕкĕн, хускат; тиверт, тыт; я его пальцем не тронул эпĕ ăна пӳрнепе те тĕртмен, тĕкĕнмен; 2. перен. кăмăла çемçет; 3. тив, çап; мороз тронул, деревья йывăçсене тăм тивнĕ.

хватать

кого, что несов. хватить, -чу, -тишь сов. 1. тыт, ярса ил, ярса тыт (алăран, ĕнсерен), айтар; 2. çап, тив; он хватил его по голове вăл ăна пуçран çапрĕ; морозом хватило капустную рассаду купăста калчине сивĕ (тăм) тивнĕ; хватить через край ытлашши, вырăнсăр каласа пăрахма.

хлестать

, -щу кого, что несов., хлестнуть однокр. 1. çап, пушăпа çап, хулăпа çап (лашана); 2. пырса çапăн, кас, çап; волны в судно хлещут хумсем кимме пырса çапăнаççĕ; ветер хлестал в лицо çил пите касатчĕ (çапатчĕ).

хлопать

несов., хлопнуть кого, что однокр. çап, шаплаттар; хлопать крыльями лапăстат (çунатсемпе); хлопать по плечу лăпка; хлопать артисту алă суп; хлопнуть дверью алăка шалтлаттар; хлопать ушами ним ăнланмасăр итлесе лар.

ударить

кого, что по чему или во что сов., ударять несов. çап (патакпа); ударить в барабан параппан çап; молния ударила в дерево çиçĕм йывăçа çапрĕ; ударить по щеке питçăмартинчен çуп, çупса яр; ударить по рукам ăлă çап, килĕш.

урна

3. урна (çӳп-çап пăрахмалли савăт).

балясы

шакăлча, чĕнтĕр; балясы точить талпаса çап, пуш параппан çап.

барабан

параппан; бить в барабан параппан çап.

барабанить

, -ню, -нишь, несов. параппан çап; патăртаттар.

бить

, бью, бьёшь сов. бей кого, что, несов. 1. çап, хĕне, кӳпке, ват; 2. бить (скот) пус (выльăх); бить стекло, щебень кĕленче ват, чул ват; бить в ладоши алă çуп, бить в барабан параппан çап; лихорадка его бьёт ăна сиве тытать; вода бьет ключом шыв палкаса тухать; бить масло çу çаптар, уйран уçла; бить шерсть çăм таптар; бить по рукам алă çап; часы бьют сехет çапать.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

ассенизация

ж. ассенизаци (тула тухмалли, çӳп-çап тăкмалли вырăнсене тасатни).

балясы

мн.: точить балясы разг. пуш параппан çап, сӳпĕлтет.

барабан

м. 1. параппан; бить в барабан параппан çап; 2. тех. барабан, кăшкар (машина пайĕ); барабан лебёдки лебёдка барабанĕ.

бахнуть

сов. и однокр. разг. 1. (о звуке) кĕрслеттер, шартлаттар; кĕрслет, шартлат (сасă çинчен); бахнул выстрел пăшал кĕрслеттерчĕ; 2. кого-что и без доп. (ударить, бросить) çап, пăрах, тӳплеттер.

беспамятство

с. 1. ăнран кайни; тăнсăр пулни; впасть в беспамятство тăн çухат, тăнсăр пул; 2. (исступление) тилĕрсе ăс çухатни; ударить в беспамятстве тилĕрсе кайса çап.

бить

несов. 1. кого хĕне, ват, вĕт, çаптар; 2. чем, во что и без доп. çап, чыш; (ногой) тап; бить хвостом хӳрепе çапкала; лошадь бьёт задом лаша кайри урипе тапать; часы бьют сехет çапать; бить в колокол чан çап; 3. что ват, çĕмĕр, вакла, аркат; бить посуду савăт-сапа ват; бить щебень чул вакла; 4. кого-что пус (выльăха); 5. кого-что пер (пăшалпа); бить птицу влёт вĕççĕ пыракан кайăка пер; 6. пер (пăшал, тупă çинчен); ружьё бьет метко пăшал тĕл перет; 7. тапса тăр, пĕрĕх (шĕвексем çинчен); вода бьёт фонтаном шыв фонтан пек тапса тăрать; 8. кого, перен. çĕнтер, аркат (тăшмана); 9. по кому-чему, перен. питле, çунтар; сиен кӳр; бить по бюрократизму бюрократизма питле; ◇ бить в нос (о запахе) сăмсана çур (шăршă); бить баклуши см. баклуши; бить в цель тĕлех лектер; бить в глаза куçа илĕрт; бить ключом см. href='/s/ключ'>ключ II; бить по карману кĕсъене çӳхет, тăкак кӳр; бить тревогу хăрушлăх çинчен пĕлтер; меня бьёт лихорадка мана сивчир силлет; бьющий через край вĕресе тăракан, иксĕлми.

больно

1. нареч. ыратмалла; ыраттармалла; больно ударить ыраттармалла çап; 2. в знач. сказ. безл. ыраттарать, ыратать; глазам больно куçа ыраттарать; 3. в знач. сказ. йывăр, кăмăла хуçмалла; больно слышать эту весть ку хыпар кăмăла хуçать, ку хыпара итлеме йывăр.

брякнуть

сов. и однокр. разг. 1. чем и без доп. шалтăрт ту, шанкăрт ту, чанкăрт ту; брякнуть щеколдой алăк кĕлине шалтăрт тутар; 2. кого-что (со стуком уронить) шаплаттар, пăрах, çавăрса çап; он брякнул ключ на стол вăл çăраççине сĕтел çине кăларса пăрахрĕ; 3. что и без доп., перен. (необдуманно сказать) персе яр, (майсăр сăмах) каласа яр.

бурет

несов. хурал, хура тĕс çап.

вешать

несов. 1. что çак, çап; вешать на гвоздь пăтаран çак; вешать картину на стену стена çине картина çак (е çап); 2. кого (казнить) çак, çакса вĕлер; вешать голову пуçа ус; вешать нос кулян; хоть топор вешай см. href='/s/топор'>топор.

веять

несов. 1. (дуть) вер, варкăш; веет тёплый ветерок ăшă çил варкашать; 2. обычно безл. çап, кил, сарăл; с поля веет запахом сырой земли уйран нӳрĕ çĕр шăрши çапать; от песни веет нежной грустью юрăра ачаш салхулăх сисĕнет; 3. (развеваться) вĕлкĕш; веют праздничные флаги уяв ялавĕсем вĕлкĕшеççĕ; 4. что и без доп. (очищать зерно при помощи ветра) сăвăр; (при помощи решета, веялки) алла.

вздор

м. разг. пуш сăмах, суя, ниме тăман япала; нести (или молоть) вздор пуш сăмах çап, пустуя палка.

вклинить

сов. что савăлла, савăл çап.

всплеснуть

сов. и однокр. сирпĕт, шăмпăртаттар; в воде шумно сплеснла рыба шывра пулă хыттăн шăмпăртаттарса илчĕ; сплеснуть руками пĕççе шарт çап (тĕлĕннипе).

выбить

сов. 1. кого-что (вышибить) çĕмĕр, çапса кăлар, çапса ӳкер (е антар); выбить стекло кантăк çĕмĕр; выбить пробку из бочки пичке пăккине çапса кăлар; выбить из седла йĕнер çинчен çапса антар; 2. кого (с боем вытеснить) хăваласа яр; выбить противника из города тăшмана хуларан хаваласа яр; 3. что, разг. (выколотить) тасат (силлесе, çапса, шаккаса, хулласа т. ыт.); выбить трубку чĕлĕме шаккаса тасат; выбить ковры кавирсене силлесе-шаккаса тасат; 4. что (уничтожить) çап, çĕмĕр, таптат; рожь выбита градом ыраша пар çапнă (е çĕмĕрнĕ); 5. что (сделать углубление) шăтар, шăтарса кĕр; 6. что (вычеканить, вытиснить) çап; выбить медаль медаль çап; выбить клеймо кĕлеме çап; ◇ выбить дорогу çула лакăм-тĕкĕмлетсе пĕтер; выбить дурь из головы аса кĕрт, ухмахланма пăрахтар.

вывесить

сов. что 1. (повесить наружу) тухса (е кăларса) çак; вывесить бельё кĕпе-йĕм тухса çак; вывесить флаг ялав кăларса çак; 2. (повесить для сведения) кăларса çак (е çап); вывесить объявление пĕлтерӳ çап; вывесить приказ приказ кăларса çап.

выжечь

сов. что 1. çунтар, çунтарса яр (вутпа), ĕнтсе яр (хĕвел); неприятель выжег село тăшман яла çунтарса янă; траву выжгло солнцем курăка хĕвел ĕнтсе янă; (прожечь) çунтарса яр, çунтарса шăтар; выжечь кислотой костюм костюма кислотапа çунтарса шăтар; выжечь тавро кĕлеме çап; (очистить обжиганием) çунтарса тасат, хĕртсе тасат; выжечь сковороду çатмана хĕртсе тасат.

вымести

сов. что шăл, шăлса тух (е кай, тасат); вымести сор çӳп-çап шăлса кай.

выметать

сов. что 1. (икру) çап; 2. (выпустить наружу) кăлар, яр; выметать колос пуç кăлар; выметать побег хунав яр.

вымолотить

сов. что çап, çапса ил (е пĕтер) (авăн).

выпарить

сов. 1. что пăспа пĕçерт, вĕриле; выпарить кадку катка вериле; 2. что (удалить влагу) пăслантарса типĕт; З. кого, разг. (в бане) çап (милĕкпе).

вытянуть

сов. 1. что (растянуть) туртса тăс, тӳрлет; вытянуть проволоку пралука туртса тӳрлет; 2. что (протянуть) тăс; вытянуть руку алă тăс; 3. что (удалить высасыванием) туртса ил, турт; вытянуть дым вентиляцией тĕтĕме вентиляципе туртса ил; 4. что и без доп., разг. (выжить) тӳс, вăй çитер, пурăн; он долго не вытянет вăл нумаях пурăнас çук; 5. кого-что (вытащить) туртса кăлар, кăлар; вытянуть зуб шăл кăлар; 6. что и без доп., прост. (потянуть на весах) турт, тай; вытянуть шесть пудов ултă пăт турт; 7. кого, прост, (ударить во всю длину) туртса çап; вытянуть (всю) душу (или все жилы) асаплантар, чуна кăлар.

вычеканить

сов. что çап, çапса кăлар; вычеканить монету укçа çапса кăлар.

голый

прил. 1. (нагой) çара, çарамаç, çаппа-çарамаç; голые руки çара алă; 2. (лишённый растительного покрова) çара, пуши; голая пустыня пуши хир; голое поле çара уй; 3. (ничем не покрытый) çара; спать на голых нарах çара сак çинче çывăр; 4. (без примесей, добавлений) çара, таса; голая соль çара тăвар; голый спирт таса спирт; ◇ голый провод çара пралук; голые стены çара стенасем; брать голыми руками çара алăпа ил; гол как сокол çап-çара, ним те çук (чухăн çын çинчен).

гром

м. 1. аслати, аçа; гром гремит аслати (е аçа) авăтать; 2. (сильный шум; грохот); кĕрлев, кĕрлени, кĕмсĕртетни, халтăртатни, шартлатни; гром аплодисментов хăватлăн алă çупни; гром оркестра оркестр янратни; как гром среди ясного неба уяр аçа пек; как громом поразить (или ошеломить, оглушить и т. п.) аçа çапнă пек çитсе çап; метать громгромы и молнии тилĕрсе кай; пока гром не грянет инкек (е хăрушлăх) килсе çапиччен.

грязный

прил. 1. вараланчăк, лапра, пылчăклă, çӳп-çаплă; грязный двор пылчăклă кил хушши; грязная дорога лапра çул; 2. (запачканный) хура, хуралнă, вараланчăк, таса мар; грязные руки вараланчăк алă; грязное бельё хура кĕпе-йĕм; 3. (о цвете) тусан тĕслĕ, çĕр тĕслĕ; 4. перен. (непристойный, гнусный) ирсĕр, ырă мар, киревсĕр; грязное дело ирсĕр ĕç; 5. (предназначенный для мусора) çӳп-çап ⸗ĕ [⸗и]; грязное ведро çӳп-çап витри; ◇ рыться (или копаться) в грязном белье сӳпĕлтет, кирлĕ мара калаç (кам та пулин çинчен).

грязь

ж. 1. (слякоть) пылчăк, лапра; жидкая грязь шĕвĕ пылчăк; 2. (нечистота, пыль, сор) тусан, пăрах, çӳпĕ-çапă, çӳп-çап; 3. (на теле, на белье) кирĕк, тусан; руки в грязи алăсем вараланнă; 4. перен. (бесчестные поступки) ирсĕрлĕх, киревсĕрлĕх; 5. мн. грязи мед. сиплĕ пылчăк; лечиться грязями пылчăкпа сиплен; ◇ месить грязь пылчăк (е лапра) çăр; забросать грязью, смешать с грязью, втоптать в грязь варала, намăса кĕрт, лапăрта; не ударить лицом в грязь намăс ан кур.

дать

сов. 1. кого-что, в разн. знач. пар; дать книгу кĕнеке пар; за книгу ты сколько дал? кĕнекешĕн мĕн чухлĕ патăн?; 2. что (устроить, организовать) ирттер, пар; дать обед в честь юбиляра юбиляра хисеплесе апат ирттер; дать концерт концерт ирттер; 3. по чему, во что, разг. (ударить) çап, пар, тыттарса яр; дать по рукам алăсенчен çап; 4. повел. дай(те) кӳр, тай; дайте я вам помогу кӳр эп сире пулăшам; ◇ дать волю ирĕк парăр кăна; дать знать систер, пĕлтер, хыпарла; ни дать ни взять каснă лартнă; я тебе дам (угроза) эпĕ сана кăтартăп-ха (хăратни).

двинуть

сов. и однокр. 1. см. двигать 1—5; 2. кого и без доп., прост. (ударить) туртса çап, сĕрсе пар; двинуть в ухо хăлхаран туртса çап; ◇ двинуть пальцем пӳрнене хускат вылят).

дрянь

ж. разг. 1. собир. ăпăр-тапăр; çӳп-çап; выбросить всю дрянь в мусорный ящик мĕнпур ăпăр-тапăра çӳп-çап ещĕкне кăларса пăрах; 2. перен. (вздор, чепуха) пустуй кирлĕ-кирлĕ мар, пуш) сăмах; 3. в знач. сказ. начар, усал, япăх, путсĕр; дело дрянь ĕç начар.

дурак

м. разг. ухмах, сăрнаккай, ăссăр; анра, тăнсăр; ◇ валять дурака 1) кахала çап; ĕçсĕрлен; 2) ухмаха пер, ухмахлан; дурак дураком тăр ухмах; оставить в дураках ухмаха хăвар; свалять дурака ухмахлан.

дуться

несов. 1. разг. (обижаться) çиллен, çилленсе çӳре, тутана тăсса çӳре; 2. (раздуваться) кӳпĕн; 3. прост. (делать что-л. с увлечением) çап; дуться в карты картла çап.

забить

сов. 1. что (ударами вбить, вогнать) çап, çапса кĕрт, çапса ларт; забить гвоздь в стену стена çине пăта çап; 2. что (закрыть наглухо) çап, çапса хур, çапса ларт, питĕрсе хур, питĕрсе ларт; забить окна досками чӳречесене хăмапа çапса ларт; 3. что (заделать, заполнить, заткнуть) питĕр, мăкла, чик; забить щели паклей шăтăк-çурăксене чӳпĕкпе мăкласа ларт; 4. что (заполнить до отказа) тултар, чыхса тултар, каплантар; забить сарай дровами сарайне вутă чыхса тултар; переправа забита машинами каçă патне машинăсем капланнă; река забита льдом çырмана пăр капланнă; 5. кого (замучить побоями) хĕнесе халтан яр, халтан кайиччен хĕне, ват, кӳпке; 6. что (заглушить, подавитьо растениях) пус, пусса ил, хупласа ларт; бурьян забил цветы чечексене хытхура пуçса илнĕ; 7. разг. (превзойти в чём-л., победить) ирттер; хупла, хупласа ларт; путар, путарса ларт; çĕнтер; он всех забьёт своими знаниями пĕлĕвĕпе вăл пуринчен те ирттерет; 8. спец. (убить на бойне, на охоте) пус, тыт, вĕлер; забить свинью сысна пус; забить медведя упа тыт (е вĕлер); 9. спорт. çапса кĕрт, тапса кĕрт; забить мяч в ворота мечĕке хапхана тапса кĕрт; ◇ забить себе голову пуçа минрет (тĕрлĕ шухăшпа).

забрать

сов. 1. кого-что (взять) ил, илсе кай (е кил, тух); забрать книги с собой кĕнекесене хăвпа пĕрле ил; забрать товаров рублей на двадцать пĕр çирĕм тенкĕлĕх тавар ил; забрать его из больницы ăна больницăран илсе кай; забрать семью в город çемьене хулана куçарса кай; забрать власть влаçа ил; забрать в солдаты салтака ил; 2. кого-что, разг. (захватить) ил, тытса (е ярса, туртса) ил, илсе кай; неприятель забрал город тăшман хулана тытса илнĕ; забрать в плен тыткăна ил; 3. кого-что (присвоить, отнять) ил, чик, хĕстер, хĕстерсе кай (ют япалана); 4. кого-что (арестовать) тыт, тытса кай; его забрал патруль ăна патруль тытнă; 5. что (сузить, ушить) ил, пĕр, ансăрлат, кĕскет; забрать ширину анлăшне ил, ансăрлат; забрать длину тăршшĕне ил, кĕскет; 6. что (засунуть, заправить) чик, хĕстер, пуçтар, пуçтарса чик; забрать рубашку в брюки кĕпе аркине шăлавар ăшне пуçтарса чик; забрать волосы в узел çӳçе пуçтарса çых; 7. без доп. (уклониться, отклониться) ил, пар, пăрăн; хăпар; забрать вправо сылтăмалла ил; забрать в сторону аяккалла пăрăн; 8. чем (заделать) питĕр, çап, питĕрсе хур, çапса ларт; забрать окно досками чӳречене хăмапа çапса ларт; ◇ забрать силу вăй ил, хуçаланма тытăн; страх забрал сехре хăпрĕ; охота забрала кăмăл туртрĕ; за живое (или за душу, за сердце) забрало чуна (е чĕрене, ăша) кайса тиврĕ; забрать (себе) в голову шут тыт.

забраться

сов. 1. (вскарабкаться наверх) хăпар, улăх, хăпарса кай, улăхса кай, хăпарса лар, улăхса лар; забраться на дерево йывăç çине улăхса кай; забраться на кузов машины машина кузовĕ çине хăпарса лар; 2. (залезть вглубь) кĕрсе кай (е лар, вырт); забраться под одеяло утиял айне кĕрсе вырт; 3. (проникнутьо ветре, дожде, холоде) çап, кĕрсе кай; сырость забралась под одежду нӳрĕ тумтире витĕрех çапнă; 4. (уйти, уехать далеко) кай, кĕр, пырса тух (е кĕр); мы забрались в глубь леса эпир вăрмана шалтан шала кĕтĕмĕр.

загореться

сов. 1. (начать гореть) хыпса ил, тивсе кай, çунма пуçла; ялкăшса кай, йăлтăртатма тытăн (куçсем çинчен); 2. чем, от чего и без доп., перен. (покрыться румянцем) хĕрел, хĕрелсе кай, хĕремесленсе кай, хĕрлĕ тĕс çап; загореться от гнева тарăхнипе хĕремесленсе кай; лицо загорелось от стыда намăсланнипе пичĕ-куçĕ хĕп-хĕрлĕ пулса кайрĕ; 3. чем и без доп., перен. (оказаться охваченным внезапным и сильным чувством): загореться желанием увидеть кого-что-л. курас килсе кай; он загорелся любовью вăл юратса пăрахрĕ; душа загорелась чун çĕкленсе кайрĕ; кровь загорелась юн вĕресе кайрĕ; 4. перен. (начаться) пуçланса кай, тухса кай, тапранса кай; загорелся спор тавлашу тухса кайрĕ.

задавить

сов. 1. кого (придавить насмерть) тапта, таптаса кай (е пăрах); лапчăт, лапчăтса ларт (е пăрах), çап, çапса пăрах; машина задавила собаку машина йытта таптаса кайнă; 2. кого, прост. (задушить, удавить) пăв, пăвса пăрах; кошка задавила мышь кушак шăшие пăвса пăрахнă; 3. что, прост. пусар (çилле).

задымиться

сов. 1. (закоптиться) тĕтĕм тух, тĕтĕм тухса тул, тĕтĕм çап, тĕтĕмпе хурал; 2. (начать дымиться) тĕтĕм тухма пуçла (е тапрат, тытăн).

заклеймить

сов. кого-что 1. (поставить клеймо) клеме çап (е хур); 2. перен. (сурово осудить) питле; заклеймить позором намăслантарса питле.

заклинить

сов. что 1. савăлла, савăл çап; заклинить топорище пуртă аврине савăл çап; 2. (лишить возможности вращаться) хĕстерсе (е хĕссе, хирсе) ларт.

заколотить

сов. разг. 1. что (вбить) çап, çапса ларт (е хур, кĕрт); заколотить гвоздь в стену стена çине пăта çап; 2. что (забить, заделать) çап, çапса ларт; заколотить окна досками чӳречесене хăмапа çапса ларт; 3. (начать колотить) çапма пуçла, чышма пуçла, шаккама пуçла (е тапрат, тытăн).

закоптиться

сов. 1. (покрыться копотью) хăрăмлан; стены закоптились стенасем хăрăмланса пĕтнĕ; 2. (о мясе, рыбе) тĕтĕм çап, тĕтĕмлен.

запарить

сов. разг. 1. что (обработать паром) вĕриле, пăшăкла; пĕçерт; запарить бочку пичке вĕриле; запарить корм скоту выльăха апат вĕрилесе пар; 2. кого, прост. (в бане) халтан кайиччен çап, пĕлми пуличчен çап (мунчара); 3. кого, прост. (измучить ездой) кăпăка (е чăм шыва, хура тара) ӳкиччен хăвала (е чуптар).

заржаветь

сов. тутăх, тутăхса кай, тутăх çап.

застигнуть

кого-что кĕтмен çĕртен ярса тыт; сасартăк килсе тух, пырса тух (е кĕр, тыт); килсе çап (çумăр).

затронуть

сов. 1. кого-что (коснуться) тив, тĕртĕн; пуля затронула кость пуля шăма тивнĕ; 2. кого-что, перен. (задеть, нанести ущерб) тĕкĕн, пырса çап (е тив), килсе çап; тĕк, тĕксе ил, тĕрт, тĕртсе ил; затронуть кого-либо кама та пулин тĕкĕн; кризис затронул страну çĕршыва кризис килсе çапрĕ; 3. кого-что, перен. (оказать воздействие) хускат, тив, пырса тив; его слова затронули моё сердце унăн сăмахĕсем манăн чĕрене пырса тиврĕç; 4. что, перен. (вопрос, тему и т. п.) хускат, тапрат; затронуть вопрос ыйту хускат; ◇ затронуть за живое хумхатса яр, чуна кайса тив.

захватить

сов. 1. кого-что (взять) ывăçласа ил, ăсса ил, хыпса ил, ярса ил (е тыт); захватить горсть снегу юр ывăçласа ил; 2. кого-что (взять с собой) ил, илсе кай (е кил, кĕр, тух, пыр); захватить с собой документы хăвпа пĕрле документсем ил; 3. кого-что (взять силой, овладеть) ярса ил, тытса ил, çавăрса ил, туртса ил; захватить власть влаçа ярса ил; 4. что (занять, охватить) çавăрса ил, хупласа ил, йышăн; туман захватил низину айлăма тĕтре хупласа илнĕ; 5. кого-что (сильно увлечь) çавăрса ил, тытканла, касаклантар, интереслентерсе яр; меня захватила музыка мана музыка тыткăнларĕ; 6. кого-что, разг. (застать, застигнуть) çит, килсе çит (е кĕр), пырса çит (е кĕр), килсе çап, ĕлкĕр; захватить врасплох кĕтмен çĕртен килсе çит (е кĕр); нас захватил дождь пире çумăр килсе çапрĕ; 7. что, разг. (принять предупредительные меры): захватить пожар в самом начале пушара хыпса илнĕ вăхăтрах сӳнтерсе ларт; ◇ дух (или дыхание) захватило сывлăш пӳлĕнсе ларчĕ.

захлестать

сов. 1. кого, разг. (засечь хлыстом) хĕне, çап, çаптар; 2. чем (начать хлестать) хĕнеме (е çапма, çаптарма) пуçла; 3. перен. (начать сильно литься, течь) чашлаттарма пуçла (е тапрат, тытăн).

захлестнуть

сов. кого-что 1. (перекинуть, обвив, затянуть) яваласа (е явакласа) ил, çавăрса ил, йăлласа ил, касмăкласа ил (е ларт), çаклатса ил (е ларт); захлестнуть конец верёвки за дерево вĕрен весне йывăçран яваласа ларт; захлестнуть жеребца арканом ăйăра касмăкласа ил; 2. (обдать, залитьо воде) çап; волной захлестнуло лодку кимме хум çапрĕ; 3. перен. (захватить, поглотить) çавăрса ил, пуç, пуçса ил; килсе çап; горе захлестнуло хуйхă пусрĕ; 4. разг. (попасть при всплескео воде) çапса кĕрт (кимĕ çинешыв).

золотить

несов. что ылтăнла, ылтăнпа вит (е сăрла); ылтăн тĕслĕн çутат, ылтăн тĕс çап.

клеймить

несов. кого-что 1. (ставить клеймо) клеме çап, клемеле, тăмха çап, тăмхала; клеймить гири кире пуканне клемеле; клеймить скот выльăха тăмха çап; 2. перен. (бичевать) питле, айăпла, намăслантар; клеймить позором намăслантар.

козырь

м. карт, козырь; бить козырем козырьпе çап; ходить с козыря козырьпе кай (е çӳре); ходить козырем каçăрăлса çӳре, мăнаçланса çӳре.

колотить

несов. 1. по чему, во что (стучать) шакка, тӳнклеттер, çап; 2. что (выбивать пыль) хулла, шакка; 3. кого, разг. (бить) ват, хĕне, хĕрт, кӳпке; 4. что, разг. (разбивать) ват, çĕмĕр (чашăк-тирĕк); 5. кого, разг. (трясти) силле, чĕтрене ерт.

лупцевать

несов. кого, прост. çап, хĕне, ват.

лучезарный

прил. поэт. çап-çутă, йăлтăр; лучезарное солнце йăлтăр хĕвел; лучезарные мечты çап-çутă ĕмĕтсем.

маслиться

несов. 1. (оставлять масляные пятна) çулантар, çу çап; 2. (лосниться) йăлтăртат, çуталса тăр (пит-куç çинчен).

мимо

нареч. и предлог с род. п. 1. çумĕнчен, патĕнчен, умĕнчен, çывăхĕнчен; пройти мимо дома çурт çумĕнчен ирт; он прошёл мимо вăл çумранах иртсе кайрĕ; пройти мимо кого-чего-л. 1) курмасăр ирт; 2) перен. палăртмасăр (е каламасăр) хăвар; 2. айккине, тĕл мар; бить мимо цели усăсăр (е тĕлсĕр) çап, айккине лектер; пропустить мимо ушей хăлхана ан чик.

молоденький

прил. ласк. от молодой çап-çамрăк.

молотить

несов. 1. что и без доп. авăн çап; 2. по чему, во что, перен. разг. кӳпке, шакка, шанлаттар.

мусор

м. çӳпĕ, çӳп-çап, ăпăр-тапăр.

мусорный

прил. çӳпĕ (е çӳп-çап) ⸗ĕ [⸗и]; мусорная куча çӳп-çап купи; мусорный ящик çӳпĕ ещĕкĕ.

мусорщик

м. çӳп-çап тасатакан.

набат

м. чан сасси; бить в набат чан çап; 2) перен. пысăк хăрушлăх çинчен пĕлтер.

набить

сов. что 1. (наполнить) тултар, хыв, чыхса (е чышса) тултар; набить погреб льдом нӳхрепе пăр хыв (е тултар); 2. что (насадить, надеть) çап; набить обруч на бочку пичкене кăшăл çап (е кăшăлла); 3. что (тиснуть, отпечатать узор) тĕрĕ сап; набить ситец çитса çине тĕрĕ çап; 4. что, кого-чего (настрелять) тытса тултар, нумай тыт; набить уток кăвакал тытса тултар; 5. что, чего (вколотить) çапса тултар; набить гвоздей пăта çапса тултар; 6. что, чего (разбить) вата-вата тух, ватса тултар; набить посуды савăт-сапа ватса тултар; ◇ набить карман пуйса кай; набить оскомину 1) шăла шантар; 2) (надоесть) йăлăхтарса çитер; набить руку ăсталанса çит; набить цену хака хăпарт (е ӳстер).

наголо

нареч. (наголо) йĕннинчен кăларса; с шашками наголо хĕçсене йĕннисенчен кăларса; 2. (наголо, наголо) шакла, çап-çара; стричься наголо шакла кастар; наголо обритая голова шакла пуç.

наколотить

сов. 1. что на что сап; наколотить обруч на бочку пичкене кăшăл çап; 2. что, чего çапса тултар (пăта), наколотить гвоздей пăта çапса тултар; 3. что, чего, разг. (разбить) ватса (е çĕмĕрсе) пĕтер.

налететь

сов. 1. на кого-что (напасть, атаковать с воздуха) (вĕçсе пырса) тапăн, сиксе ӳк; коршун налетел на цыплёнка хурчка чĕппе тапăннă; 2. на кого-что, перен. разг. (натолкнуться) пырса çапăн (е тăрăн, тирĕн), сасартăк тĕл пул; налететь на столб юпа çумне пырса çапăн; 3. (пронестисьо ветре) сасартăк пырса (е çитсе, килсе) çап, килсе çит; налетел ураган çил-тăвăл сасартăк пырса çапрĕ; 4. (прилететь в большом количестве) вĕçсе килсе тул, хупласа ил; 5. (осесть тонким слоем) вĕçсе ларса тул (тусан, çӳп-çап).

наложить

сов. 1. что, чего (положить сверху) вит, хупла, çиелтен (е çине) хур; 2. что, мед. çых, хурса çых; наложить бинт бинтпа çых; 3. что, чего (навалить) хурса (е тиесе) тултар; наложить книг на стол сĕтел çине кĕнеке хурса тултар; 4. что (написать, поставить) хур, пус, çап, паллă ту; наложить резолюцию резолюци хур; 5. что (подвергнуть чему-л.) хур, пар; наложить штраф штраф хур, штрафла; наложить взыскание взыскани пар; 6. что (покрыть тонким слоем) сĕр, сăрла, çӳхен вит; наложить на лицо грим пите грим сĕр.

намолотить

сов. что, чего çап, çапса ил; намолотить пшеницы тулă çапса ил.

нанести

сов. 1. что, чего (много принести) йăтса (е çĕклесе) тултар, тулт; нанести книг кĕнекесем кӳрсе тултар; 2. что, чего, разг. (течением и т. п.) хыв, хӳсе тултар; ветром нанесло снегу безл. çил юр хӳсе тултарнă; 3. безл. кого-что (натолкнуть с разгона) лар; лодку нанесло на мель кимĕ ăшăха ларнă; 4. что, чего (снестио птицах) туса тултар; курица нанесла яиц чăх çăмарта туса тултарнă; 5. что (начертить) ӳкер, çап, ту; нанес рисунок на ткань пир çине ӳкерчĕк ту; 6. что (причинить) кӳр, ту; нанести убыток тăкак кӳр; нанести поражение парăнтар, сапса хуç; ◇ нанести визит кому-л. пыр, кайса кур, кĕрсе тух (кам патне те пулин).

наотмашь

нареч. сулăмпа, сулса ярса, сулмаккăн; ударить наотмашь сулмаккăн çап.

напарить

сов. 1. что, чего, кул. пăспа пĕçерсе хатĕрле; 2. кого-что, разг. (в бане) çап.

напечатать

сов. 1. что. пичетле, çап, пичетлесе (е çапса) пар; напечатать на машинке машинкăпа çапса пар; 2. фото ӳкер, кăлар.

нечистота

ж. 1. таса марлăх; 2. мн. нечистоты мăшкăлтăк шыв, çӳп-çап.

низкопоклонничать

несов. (перед кем-чем-л.) йăпăлтатса юра, йăпăлтат, пуç çап.

нолевый

прил. нуль..; нолевая температура нуль температура; ◇ нолевая стрижка çап-çара (е шакла) касса яни (çӳçе).

обдать

сов. 1. кого-что чем. (облить) сапса йĕпет, йĕпетсе ил; обдать кипятком вĕри шывпа сап; его обдало волной ăна хум çапса йĕпетнĕ; 2. (обвеять) çап, пер; обдало теплом безл. ăшă çапрĕ; 3. безл. перен. (охватить каким-л. чувством) туйăнса кай, туйса ил, кĕрсе кай; ◇ обдать кого-л. презрением йĕрĕнсе пăхса ил; обдать кого-л. холодом сиввĕн тыткала, сивлек пул.

обить

сов. что 1. (сбить) çапса ӳкер (е антар), шаккаса ӳкер, çапса так; обить яблоки с яблони панулмине йывăç çинчен çапса ӳкер; 2. разг. (повредить ноской) çĕтсе пĕтер, таткаласа пĕтер; обить рукава çанă вĕçне çĕт; 3. чем (покрыть, обтянуть) хупла, туллат, вит, турт, ашăкла; обить дверь войлоком алăка кĕçсе çап; обить досками çиелтен хăмапа çап; ◇ обить пороги см. обивать.

обмолотить

сов. что авăн çап (е çапса ил); (при помощи лошадей) аштар.

обшить

сов. 1. что (пришить по краю, вокруг) тытса çаврăн (е тух), çĕлесе çаврăн (хаю, хăрпу); 2. что (обить) çиелтен çап (е çапса тух), çапса çаврăн, турттар; обшить тёсом чуспа витсе тух; 3. кого-что (сшить для всех у многих) тумтир çĕлесе пар; обшить всю семью пĕтĕм çемьене тумтир çĕлесе пар; 4. кого-что (зашить во что-л.) çиелтен çĕле.

оскорбить

сов. кого кӳрентер, хур ту, хăрт; ◇ оскорбить действием çап, çуп, çупкă пар.

ослепительный

прил. 1. çап-çутă, йăмăх, куçа шартакан (е йăмăхтаракан); ослепительное солнце куçа йăмăхтаракан хĕвел; ослепительная белизна куçа шартакан шурă; 2. перен. (поражающий) тĕлĕнтерсе яракан, шалт тĕлĕнтерекен, куç вăйне çиекен; ослепительная красота тĕлĕнтерсе яракан илем.

отбросы

мн. (ед. отброс м.) пăрахăç, каяш, ăпăр-тапăр, çӳп-çап; яма для отбросов çӳп-çап шăтăкĕ.

отзвонить

сов. 1. что (прозвонить) шăнкăртат, шăнкăртатса ил, çап; 2. (перестать звонить) шăнкăртатса чарăн, шăнкăртатма пăрах; çапса чарăн, çапма пăрах.

отпечатать

сов. 1. что (типографским способом) çап, пичетлесе кăлар; (на пишущей машинке) пичетле, çап; 2. что, фото карточка çап (е кăлар); 3. что и без доп., разг. (кончить печатать) пичетлесе пĕтер, çапса пĕтер; 4. что (оставить след) йĕр хăвар (е ӳкер); отпечатать пальцы на стекле кантăк çине пӳрне йĕрне ӳкер; 5. что (снять печать, открыть) пичет ватса уç; отпечатать комнату пичет ватса пӳлĕме уç.

отсыреть

сов. нӳрел, нӳр çап (е турт), чĕрĕл.

отчеканить

сов. что çап, шăратса кăлар; отчеканить серебряную монету кĕмĕл укçа çап; 2. что и без доп., перен. уççăн татса кала; отчеканить каждое слово кашни сăмаха уççăн татса кала.

падать

несов. 1. (опускаться, валиться) ӳк, тăкăн, сик; тӳн, йăван; падать в яму шăтăка сик; падать вниз головой пуçхĕрлĕ чикĕн; яблоки падают улмасем тăкăнаççĕ; забор падает хӳме тӳнет; 2. (лишаться сил, сознания) ӳк, тирĕн, тӳн, йăванса кай; падать в обморок тăнсăр пулса ӳк; падать от усталости халтан кайса ӳк; 3. (идтиоб осадках) çу, ӳк; снег падает хлопьями лапка-лапка юр çăвать; 4. разг. (выпадатьо зубах, волосах) ӳк, тăкăн (шăл е çӳç); 5. (опускаться свисая) усăнса тăр (е ан); волосы её падали локонами унăн çӳçĕсем пайăркан-пайăркан усăнса аннă; 6. на что (об ударении) ӳк; 7. на кого-что (о световых явлениях) ӳк, çап; падает тень мелке ӳкет; солнечные лучи падают на вершину дерева хĕвел çути йывăç тăррине ӳкет; 8. (уменьшаться) чак, ан, хух, вăйсăрлан; вода падает шыв хухать; давление падает пусăм чакать; падать в цене йӳнел; 9. (нравственно) пăсăл, йĕркерен тух; 10. на кого-что (приходиться на долю) тив, тух; на каждого падает по три рубля кашнин пуçне виçĕ тенкĕ тивет; 1. (дохнутьо животных) вил, ӳксе вил (выльăх-чĕрлĕх); падать духом шанчăк çухат.

парализовать

сов. и несов. кого-что 1. паралич (е шалкăм) çап; 2. перен. пĕтер, чар; страх парализовал силы хăранипе вăй пĕтсе ларнă; парализовать наступление наступление чар.

парить

несов. 1. что пыллантар, пăспа пĕçер; парить тыкву кавăн пыллантар; 2. что (очищать паром) вĕрет, вĕриле; парить бельё кĕпе-йĕм вĕрет; парить бочку пичке вĕриле; 3. кого-что (в бане) çап (мунчара); 4. обычно безл. пăчăлан, шăрăхлан, пĕçерт; перед грозой парит аслатиллĕ çумăр умĕн пĕçертет; 5. (выделять пар) пăслан; земля парит çĕр пăсланать.

пахнуть

сов. обычно безл. чем и без доп., разг. çап, вĕр, пер, варкăш, вĕрсе (е варкăшса) ил; пахнуло холодом сивĕ çапрĕ; пахнуло ветром çил вĕрсе илчĕ.

перебить

сов. 1. кого (убить многих) вĕлерсе пĕтер (е тух, тăк); 2. что (разбить многое) ватса (е çĕмĕрсе) тăк (е пĕтер); что (сломать) çĕмĕр, аркат, тат; хуç; перебить руку алла хуç; перебить провод пралука тат; кого-что (прервать) пӳл, пӳлсе ларт; перебить оратора оратора пӳл; 5. что, разг. (перехватить) пӳлсе (е ăмăртса) ил (çын илес товара); 6. что (вбить в другое место) урăх çĕре çапса ларт; перебить гвоздь пăтана урăх çĕре çап; ◇ перебить дорогу çулне тат; перебить сон ыйха тат.

переливать

несов. 1. см. перелить; 2. см. переливаться; ◇ переливать из пустого в порожнее пуш параппан çап, сăмах çукран сăмах ту.

перечеканить

сов. что 1. (переделать чеканкой) çĕнĕрен (е тепĕр хут) çап; перечеканить монету укçана çĕнĕрен çап; 2. (отчеканить есе, многое) çапса пĕтер (е тултар).

печатать

несов. 1. что çап, пичетле; печатать книги кĕнеке çап; печатать с матриц матрица тăрăх пичетле; печатать на машинке машинкăпа çап; 2. кого-что (издавать) пичетлесе кăлар, пичетле; печатать статьи в журнале журналта статьясем пичетле; 3. что, фото ӳкер; ◇ печатать шаг хытă пусса ут.

плескать

несов. 1. чăмпăлтаттар, чапăлтаттар; чӳхентер; сап, çап; волны плещут о берег çырана хум çапать; 2. что, чем (брызгать) çап, сирпĕт (шывпа); 3. перен. (реять, напр. о флагах) вĕлкĕшсе тăр.

плечо

с. 1. анат. хулпуççи, анпуççи; широкие плечи сарлака хулпуççи; 2. тех. хулпуççи; ◇ все заботы легли на его плечи пĕтĕм хуçалăх ун çине тиенчĕ; вынести на своих плечах пĕтĕмпе ху чăтса ирттер; иметь голову на плечах чухлама пултар; иметь за плечами ĕçлеме тытăннăранпа; плечом к плечу алла-аллăн тытăнса; по плечу ал çемми, вăй çитет; с плеча 1) (изо всей силы) пĕтĕм вăя хурса, сулса ярса (çап); 2) (без раздумий) шухăшламасăр-тумасăр.

повалить

сов. кого-что (опрокинуть) йăвантарса (е тӳнтерсе) яр, çавăрса çап (е хур), тĕртсе йăвантар (е ӳкер), тĕшĕрсе антар.

подбить

сов. 1. что çап, çапса ларт (е хур); подбить подмётку тĕп хур, тĕпле; подбить подкову такан çап; 2. что чем, разг. (подшить с изнанки) айне (е ăшне, тӳнтер енне) хур, яр, хурса çĕле; подбить пальто шёлком пальто ăшне пурçăн çĕле; 3. кого на что и с неопр., перен. разг. (подстрекнуть) хĕтĕрт, çавăр; 4. кого-что, разг. (уронить, сбить, ударив снизу) çапса (е персе) ӳкер, амант; ◇ подбить тесто чустана çăратса çăр.

позвонить

сов. чан çап, янлаттар, шăнкравла, шăнкăртаттар; 2. (по телефону) шăнкравла, шăнкăртаттар.

поколотить

сов. Разг. 1. по чему, во что шакка, такка, çап; тунклеттер; 2. кого (побить) хĕне, ват, хĕрт; 3. что (разбить) çĕмĕр, ватса тăк (е пĕтер).

покрыть

сов. 1. кого-что вит; хупла, ⸗ла, [⸗ле]; покрыть ребёнка одеялом ачана утиял вит; покрыть попоной ашăкла; покрыть дёрном çеремле; 2. что (обить) вит, сап; покрыть тёсом чус вит; покрыть дом дранкой çурта тĕренче вит; покрыть стул сукном пукан çине пустав çап; 3. что пус, хупла, карса ил, хупласа ил; облака покрыли небо тӳпене пĕлĕтсем хупласа илчĕç; пыль покрыла стол сĕтеле тусан пуснă; поля покрыл снег уй-хире юр витсе хучĕ; 4. что (закрасить, образовать слой вещества) сарла, ⸗ла [⸗ле], вит; покрыть лаком лакпа сăрла; покрыть медью пăхăрла; 5. что (оплатить) тӳлесе тат, сапла; покрыть расходы тăкаксене сапла; 6. что (заглушить о звуках) хупла, çĕнтер; покрыть все голоса пур сасăсене те хупла; 7. что (преодолеть какое-л. расстояние) кай, тух, ирт; покрыть пять километров пилĕк çухрăм кай; 8. кого (случить с самцом) йăх, чуптар; 9. что, перен. (скрыть, напр. проступок) пытар вит; покры вину айăпа пытар; 10. что тул турт, туллат, турттар, сăр; покры шубу сукном кĕрĕке пустав сăр; покрыть позором кого-что-л. намăса кĕрт, ят яр (е çĕрт); покрыть славой чапа кăлар; покрыть тайной пытар, пĕлмелле мар ту.

полосовать

несов. 1. кого, разг. (бить, оставляя рубцы) турта-турта çап, хĕне; 2. что, тех. тăрăхăн-тăрăхăн каç, чĕр, чĕл; полосовать жесть шăвăçа тăрăхăн-тăрăхăн каç.

помойка

ж. разг. çӳп-çап шăтăкĕ.

помойный

прил. таса мар, çӳп-çап ⸗ĕ [⸗и]; помойное ведро таса мар витре; помойная яма çӳп-çап шăтăкĕ.

попарить

сов. кого-что кăшт çап (мунчара), вĕрилентер, вĕриле, пăшăкла.

попахивать

несов. обычно безл. чем и без доп., разг. шăршă кĕр (е çап); попахивает гарью çунăк шăрши кĕрет.

поразить

сов. кого-что 1. уст 1. (нанести удар) çап, çапса аркат, вĕлер, амант; 2. (победить) аркат; аркатса тăк, парăнтар, çĕнтер, çĕмĕр; 3. (повредить здоровье) сиенле, амант, пăс; поразить нервы нервсене амант; 4. перен. (удивить) тĕлĕнтер, тĕлĕнтерсе яр.

порожний

прил. разг. пушă; порожнее ведро пушă витре; машины возвратились из города порожними машинăсем хуларан пушă таврăнчĕç; ◇ переливать из пустого в порожнее сăмах çукран сăмах ту, пуш параппан çап.

потемнеть

сов. 1. тĕттĕмлен, тĕксĕмлен, тĕссĕрлен, хуралса кай; 2. безл. тĕксĕмлен, ĕнтрĕк çап, тĕттĕмлен; ужё потемнело тĕттĕмленчĕ ĕнтĕ.

похлопать

сов. кого-что, чем и без доп. çап, лăпка; çуп (алă); похлопать по спине çурăмран лăпка; похлопать в ладоши алă çуп.

прибить

сов. 1. что çумне çап (е çак), çапса ларт; прибить вывеску вывеска çак; прибить гвоздями пăтапа çапса ларт; 2. что (дождём, градом и т. п.) ӳкер, тĕшĕр, пусар, çап, ват; всходы прибило градом безл. калчасене пăр çапнă; дождь прибил пыль çумăр тусана пусарнă; 3. обычно безл., кого-что (пригнать) хăваласа пыр (е кил), илсе пыр (е кил); лёд прибило ветром к берегу çил пăра çыраналла хăваласа килнĕ.

прилить

сов. 1. (притечь) юх, юхса тул (е пыр, кил, çит), пырса тул (е çит), çап; кровь прилила к голове пуçа юн çапрĕ; 2. перен. (нахлынутьо чувстве) ⸗са [⸗се ] кай, капланса кил.

прихлопнуть

сов. 1. кого-что шалтлаттар, шаплаттар, çатлаттар, çап; прихлопнуть муху шăнана çапса вĕлер; 2. что (закрыть) шалтлаттарса хуп (алăка); 3. что, чем, разг. (прищемить) хĕстер (сăм. пӳрнене алăк хушшине).

пробировать

несов. что 1. (определять пробу) пробăла, пахалăхне пĕл; 2. (наносить клеймо пробы) проба клеми çап, пробăла.

пробить

сов. 1. что шăтар, витер, шăтарса тух (е пăрах, хур), шăтăк ту, витĕр тух; пробить стену стенана витĕр шăтар; 2. что, разг. (проложить дорогу, путь) çул хыв, уç, уçса тух; 3. во что и без доп. çап; часы пробили 8 сехет 8 çапрĕ; ◇ пробить себе дорогу хăвăн валли çул уç; час пробил! вăхăт çитрĕ! пуçлар!

пробрать

сов. разг. 1. кого-что витер, витĕрле, витĕр çап (е ил) (çил, çумăр, сивĕ); мороз пробрал меня до костей сивĕ шăмшака витĕрех илчĕ; 2. кого (выбранить) тустар, пăсăрлантар, пăскăрт, хăтăр, мăкăрлантар; пробрать детей ачасене хăтăр; пробрать за баловство ашкăннăшăн пăсăрлантар.

провести

сов. 1. кого-что ертсе (е çавăтса) кай, илсе кай (е тух, кил, çитер), леçсе хăвар; провести кратчайшим путём чи тӳре çулпа илсе тух; 2. что (прочертить) ту, чĕр, çыр, ӳкер, турт; провести межу чикĕ ту; провести линию шнуром çип çап; 3. что (соорудить, построить) ту, хыв, кĕрт, кар; провести шоссе шоссе хыв; провести телефон телефон кĕрт; 4. чем по чему шăл, шăлса ил; провести рукой по лбу çамкана алăпа шăлса ил; 5. что (выдвинуть, добиться утверждения чего-л.) пурнăçа кĕрт, пурнăçла, тутар(ттар), йышăнтар; провести идею в жизнь шухăша пурнăçла; 6. что (осуществить, произвести) ⸗са [⸗се ] ирттер, ирттер, ту, ⸗ла [⸗ле]; провести занятия занятисем ирттер; провести эксперимент эксперимент ту; провести уборку урожая тыр-пул пухса кĕрт; 7. что (какое-л. время) ирттер, ирттерсе яр, ⸗ла [⸗ле]; провести время с пользой вăхăта усăллă ирттер; провести ночь в лесу вăрманта çĕр каç; провести как-л. день кун каç; 8. что (оформить) çырса хур, кĕрт; провести по кассовой книге касса кĕнеки çине çырса хур; 9. кого, разг. (обмануть) тыттар, шăхăртса хăвар, ултала, ларт; ну, ты меня провёл! ай, лартрăн-çке эсĕ мана!

провонять

сов. разг. 1. (пропитаться запахом) шăршлан, шăршă çап; 2. что (пропитать запахом) шăршлантар, шăршă çаптар; провонять табаком табак туртса шăршлантар.

продёрнуть

сов. разг. 1. что (продеть) тир, витĕр, тирсе (е витĕрсе) ил; 2. кого, перен. пĕçерт, çап, питле, пĕçертсе ил.

продымиться

сов. тĕтĕрĕл, тĕтĕмлен, тĕтĕм çап.

прозвонить

сов. 1. (о звонке, колоколе) чан çап, шăнкăравла, шăнкăртаттар; 2. (звоном возвестить) чан çапса (е шăнкăрав шăнкăртаттарса) пĕлтер, шăнкăравла; 3. (в течение какого-л. времени) чан çапса (е шăнкăравласа) тăр (пĕр хушă).

проконопатить

сов. что мăк (е сӳс) çап, мăкла, мăк çапса тух (пурана, кимме).

прокраситься

сов. сăрлан, пĕвен, сăрланса (е пĕвенсе) çит, витĕр çап.

пронизать

сов. 1. что чем тир, тирсе ил (шарçă); 2. кого-что (проникнуть внутрь) витĕр çап, витер; нас пронизал холод пире витĕрех сивĕ çапрĕ.

пропарить

сов. кого-что 1. хĕрт (тислĕке) пăшăхла вĕриле (катка, пичкене), пĕçер (милĕке); 2. (в бане) çап (милĕкпе).

пропахнуть

сов. чем шăршă çап (е кĕрекен пул), шăршлан; шуба пропахнула нафталином кĕрĕке нафталин шăрши çапнă.

пропитаться

сов. кас, çап, вит, шӳ, ⸗лан [⸗лен]; пропитаться водой (о снеге) сĕлкĕшлен; рубашка насквозь пропиталась потом кĕпене витĕрех тар çапнă.

пропотеть

сов. 1. (сильно вспотеть) хытă тарла, тара (е чăм шыва) ӳк, тарласа кай; 2. (пропитаться потом) тар çап (е кас, витер, вит), тарпа йĕпен (кĕпе-йĕм).

просалиться

сов. çулан, çу çап, çуланса кай (е пĕт).

проступить

сов. 1. (тапса) тух, çап; пот проступил у него на лице ун питне тар тухрĕ; 2. (стать слегка видимым) палăр, курăн, палăракан (е курăнакан) пул.

протащить

сов. кого-что 1. (проволочить) сĕтĕр, сĕтĕрсе пыр (е кил); 2. (пронести с трудом кого-что-л.) йăтса пыр (е кил), çĕклесе пыр (е кил, çитер); 3. (пронести через что-л.) йăтса (е çĕклесе) кĕрт, çĕклесе кăлар (е тух, каçар); протащить рояль в дверь рояле алăкран йăтса тух (е кĕрт); 4. перен. разг. (заставить принять кого-что-л.) йышăнтар; протащить свой проект хăвăн проектна йышăнтар; 5. перен. разг. (подвергнуть критике, осмеянию) çап, турт (хаçатра).

прошибить

сов. разг. 1. что (пробить) сапса (е тапса, чышса) шăтар; 2. кого тапса тух, çап; пот прошиб тар тапса тухрĕ.

пустой

прил. 1. пуша, хухăр; пустое ведро пушă витре; становиться пустым пушан; 2. (полый внутри) хăвăл; пустый шар хăвăл шар; 3. перен. (ограниченныйо человеке) ниме тăман, çăмăлттай, кисепе; 4. перен. (незначительный) пушă, пустуй, ниме тăман, кирлĕ-кирлĕ мар, тĕк-тăмал; пустые слова ниме тăман сăмах; заниматься пустым делом кирлĕ марпа аппалан; вести пустые разговоры талпас çап; 5. в знач. сущ. пустое с. кирлĕ-кирлĕ мар; что ты говоришь пустое? мĕн кирлĕ мара калаçатăн?; ◇ с пустыми руками пуш алăпа; переливать из пустого в порожнее сăмах çукран сăмах ту.

пустословить

несов. разг. сӳпĕлтет, сӳтĕл, лапăртат, лăпăртат, пуш параппан çап, талпас ер.

пыхать

несов. разг. 1. чем и без доп. пер, çап; печка пышет жаром кăмакаран вĕри çапать; 2. чем, перен. персе тăр, выляса (е çунса, тухса) тăр; его лицо пышет здоровьем сăн-питĕнче юн вылять.

разбить

сов. 1. что ват, çĕмĕр; разбить стекло кантăка ватса пăрах; 2. что (поранить) амант; 3. кого-что (победить) çĕмĕрсе тăк, çĕнтер; разбить вражеский полк тăшман полкне çĕмĕрсе тăк; 4. что, перен. разг. (разрушить, погубить) çĕмĕр, пĕтер; разбить надежды шанчăка пĕтер; 5. кого (сделать нетрудоспособнымо параличе и т. п.) амант, çап; его разбил паралич ăна шалкăм çапнă; 6. что, разг. (привести в негодность) юрăхсăра кăлар, пĕтер; разбить сапоги атта пĕтер; 7. кого-что, перен. (опровергнуть) çапса аркат, сирсе яр; разбить по пунктам йĕркипе сирсе яр; 8. что, на что (распределить, разделить на части) пайла, валеç, уйăр; разбить поле на участки пусса участоксем çине пайла; 9. что (произвести посадку) хыв, ларт; разбить сад сад ларт; 10. что (раскинуть палатку, лагерь) ларт, ту, майла, кар; разбить палатку палатка кар; 11. что, полигр. сайралат, уйăр; разбить строки йĕркесене сайралат.

разить

несов. кого-что çĕмĕр, тĕшĕр, çап, каç, хир; разить врага тăшмана çĕмĕр.

разить

несов. чем, разг. (пахнуть) шăршă пер (е çап, кил); от него разит луком унтан сухан шăрши перет.

распарить

сов. 1. что (размягчить действием пара) вĕриле, çемçет, пăспа пĕçер, вĕр и пăспа (е шывпа) çемçет; распарить репу çарăка пăспа пĕçер; 2. кого, разг. (разогреть до пота) тарлат, тарличчен ăшăт, çап (милĕкпе), çемçет; распарить свои косточки шăм-шака çемçет.

с

(со) предлог 1. с род. п. (на вопрос «откуда?») ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен], çинчен; встать с места вырăнтан тăр; убрать посуду со стола сĕтел çинчен кашăк-чашăк пуçтар; он вернулся с работы вăл ĕçрен таврăнчĕ; 2. с род. п. (при обозначении лица, предмета как источника, начала возникновения чего-л.) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен]; с чего начать? мĕнрен пуçламалла?; спор начался с пустяков тавлашу пустуйранах тухса кайрĕ; 3. с род. п. (при обозначении начального момента какого-л. действия или события и в сочетаниях «с... до...») ⸗танпа [⸗тенпе], ⸗ранпа [⸗ренпе], ⸗тан [⸗тен] пуçласа; ⸗ран [⸗рен] пуçласа; с детства ачаранпа; с прошлого года пĕлтĕртенпе; с утра до ночи иртен пуçласа çĕрлеччен; 4. с род. п. (при обозначении местоположения, местонахождения предмета или лица) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен], çинчен; говорить с трибуны трибуна çинчен кала; с правой стороны сылтăм енчен; 5. с род. п. (при обозначении предмета или лица, от которого требуется или отнимается что-л.) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен]; получить деньги с заказчика заказчикран укçа ил; с гектара сто пудов гектартан çĕр пăт; 6. с род. п. (при обозначении предмета, являющегося оригиналом, образцом, единицей счёта) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен]; брать пример с передовиков малтисенчен тĕслĕх ил; перевести с чувашского чăвашларан куçар; 7. с род. п: (на основании чего-л., следуя чему-л.) ⸗па [⸗пе], ⸗са [⸗се ], тăрăх; с разрешения директора директор ирĕк панипе; с вашего согласия сирĕнпе килĕштерсе; 8. с род. п. (по причине, по случаю чего-л.) ⸗па [⸗пе], ⸗са[⸗се ], пула; сказать со злости тарăхнипе кала; с перепугу хăранипе; с горя хуйхăпа; 9. с род. п. (при помощи, посредством чего-л.) ⸗па [⸗пе], ⸗ран [⸗рен]; писать с большой буквы пысăк саспаллинчен пуçласа çыр; кормить ребёнка с ложечки ачана кашăкпа çитер; 10. с род. п. (при обозначении способа, приёма осуществления действия) ⸗са [⸗се], ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен]; стрелять с колена чĕркуçленсе пер; ударить с плеча сулса ярса çап; 11. с род. п. (со словами «довольно», «достаточно», «хватит» и т. п. при указании на достаточность чего-л.) ⸗тан [⸗тен] çитет, ⸗ран [⸗рен] çитет, çителĕклĕ; довольно с тебя санран çитет; 12. с род. п. (с количественным словом употребляется при обозначении предмета, действия, необходимого или достаточного для достижения чего-л.) ⸗пах [⸗пех], ⸗сах [⸗сех]; с первого взгляда пĕрре пăхсах (е курнипех); 13. с вин. п. (приблизительно, почти) чухлĕ, яхăн, таран, пек; прожить с месяц уйăха яхăн пурăн; 14. с тв. п. (при указании на совместность, связь, сопутствование кому-чему-л.) ⸗па [⸗пе]; отец с сыном ашшĕпе ывăлĕ; хлеб с маслом çупа çăкăр; взять с собой хăвпа ил; 15. с тв. п. (при посредстве кого-чего-л. и при обозначении цели действия) ⸗па [⸗пе]; мыть с мылом супăньпе çу; явиться с докладом докладпа пыр (е кил); 16. с тв. п. (при обозначении принадлежности, обладания кем-чем-л.) ⸗лă [⸗лĕ]: женщина с ребёнком ачаллă хĕрарăм; 17. с тв. п. (при указании на содержимое или содержание чего-л.): мешок с мукой çăнăх миххи (е çăнăхлă михĕ); бутылка с молоком сĕт кĕленчи; 18. с тв. п. (в знач. образа действия) ⸗са [⸗се ], ⸗ăн [⸗ĕн]; слушать с вниманием тимлĕн итле; 19. с тв. п. (при наступлении чего-л.) çемĕн май, ⸗па [⸗пе]; с возрастом характер меняется çитĕннĕ май характер улшанать; 20. с тв. п. (при обозначении времени или события, явления, с наступлением которого осуществляется какое-л. действие или возникает какое-л. состояние) ⸗па [⸗пе] пĕрле; ⸗сан [⸗сен]; встать с зарёй шурăмпуçпе пĕрле тăр; с заходом солнца хĕвел анаспа; с жиру бесится мăнтăрпа асать; проживите с моё ман чухлĕ пурăнса пăхăр-ха; мальчик с пальчик пӳрнеккей; с минуты на минуту кĕç-вĕç, халь-халь; со дня на день паян-ыран; ни с того, ни с сего пĕр сăлтавсăр.

сбросить

сов. 1. кого-что (вниз) ывăт; пăрах; (с коня) ӳкер, çавăрса çап (лаша) яр; сбросить снег с крыши çурт тăрринчен юр антар; сбросить косы на грудь çивĕте кăкăр çинелле яр; 2. кого-что (свергнуть) сирпĕтсе антар (сăм. патшана); 3. что (снять с себя) хыв, хывса пăрах; 4. что (напр. листву) так; деревья сбросили листья йывăçсем çулçă тăкрĕç; 5. что (напр. при линьке) пăрах; олени сбросили рога пăлансем мăйракисене пăрахрĕç; 6. что (уменьшить) чакар; 7. что, разг. (небрежно сложить в одно место) хурса тултар, пăрахса яр; 8. что (на счётах) кăлар, пăрах; ◇ сбросить жирок (или жир) хух, начарлан; сбросить с плеч ĕнсе çинчен илсе пăрах; сбросить со счетов (или со счёта) см. счёт.

свалка

ж. 1. (место для мусора) çӳп-çап вырăнĕ; 2. (груда, куча чего-л.) купа; 3. разг. (потасовка) тӳпелешӳ, çапăçу, тытăçу.

свезти

сов. кого-что 1. (отвезти) (кайса) леç; турттарса (е туртса) кай; свезти больного в больницу чирлĕ çынна больницăна кайса леç; 2. (везя, спустить вниз) турттарса ан, туртса ан; 3. (увезти) турттарса кай, (турттарса) кайса тăк; свезти мусор со двора килкартинчен çӳп-çап турттарса кайса так.

сечь

несов. 1. кого-что (рубить) тура, вакла, кас, касса тат, тӳ; сечь мечом хĕçпе вакла; сечь капусту купăста ту; 2. что (обтёсывать, высекать) чутла, касса кăлар; сечь камень чул чутла; 3. что (выдалбливать на камне, дереве) касса çыр; 4. кого (наказывая) çаптар, кас, кастар (саламатпа, хулăпа); 5. (о дожде, ветре) кас, çап; дождь сечёт в лицо çумăр питрен касать.

смеркнуться

сов. безл. тĕттĕмлен, тĕттĕм пул, каç сăнĕ çап; рано смеркнулось ир тĕттĕмленчĕ.

смолотить

сов. что, разг. (авăн) çап; смолотить рожь ыраш сап.

сор

м. çӳпĕ, çӳп-çап; ◇ не выносить сора из избы килти çӳп-çапа яла ан кăлар (çемьери урлă-пирлĕ сăмаха çын çине ан кăлар).

стегать

несов. кого-что и без доп. (напр. кнутом) çап, çаптар, хулла.

стегнуть

сов. и однокр. кого-что туртса çап, çиçсе ил.

сторновать

несов. что, с.. кĕлте çап.

стукнуть

сов. 1. кого, чем и без доп. çап, чыш; стукнуть кулаком по столу сĕтеле чышкăпа çап; 2. (ударить в дверь, окно и т. п.) шакка; 3. (издать звук при ударе) шартлат, тачлат, кĕрслет; 4. разг. (наступитьо времени) çит, тул; ему стукнуло сорок лет вăл хĕрĕх çул тултарчĕ.

таврить

несов. кого-что клеме пуç (е çап); таврить скот выльăхсене клеме çап.

тискать

несов. 1. кого-что, разг. пус, хĕс, хĕстер; пăчăрта, чăмăрта; 2. что, полигр. (получать оттиски) пичетле, çап.

трахнуть

сов. и однокр., 1. разг. кĕрслет, кĕрслеттер, шартлат, шарт ту, кĕрст ту; трахнуть из ружья пăшалпа кĕрслеттер; 2. кого-что и без доп. (ударить) çап; трахнуть по голове пуçран çап.

трезвонить

несов. 1. (звонить во все колокола) кĕрлеттер, янраттар, пур чана çап; 2. (сильно звонить) хыттăн шăнкăравла, хытă шăнкăртаттар; 3. что и без доп., перен. разг. (сплетничать) элек сар, усал сăмах сар.

треснуть

сов. и однокр. 1. (лопнуть) (шартлатса) çурăл, çĕмĕрĕл; çуркалан; льдина треснула пăр çурăлчĕ; кожа треснула тир çуркаланчĕ; 2. кого-что, по чему, прост. (сильно ударить) çап, çатлаттар, çатлаттарса яр, шатлаттар; ◇ хоть тресни темле тăрăшсан та.

тронуть

сов. 1. см. трогать; 2. кого-что (губительно воздействовать) тĕп ту, пĕтер, тив; пожар не тронул этого дома пушар ку çурта тивмерĕ; 3. что, разг. (слегка попортить) тив, çап, лек, пăс; ягоды тронул мороз çырласене сивĕ тивнĕ; 4. без доп., разг. (отправиться куда-л. на лошадях) кай, тапран.

удар

м. 1. çапни; удар кнутом пушăпа çапни; нанести удар çап; 2. (толчок) тапни; удары сердца чĕре тапни; 3. (звук) сасă, çапнă сасă; удар колокола чан сасси; 4. перен. (потрясение) пысăк хуйхă; пысăк инкек; 5. (стремительное нападение) пырса тапăнни, сасартăк тапăнни; фланговый удар флангран тапăнни; ◇ солнечный удар см. солнечный; в ударе (быть) хавхалан, хĕрсе кай; апоплексический удар шалкăм çапни; под ударом хăрушлăхра.

ударить

сов. 1. кого-что, во что, по чему çап, чыш, çуп, пер; ударить по щеке çупса яр; ударить палкой патакпа çап; ударить по столу çĕтеле çап; 2. во что çап; ударить в барабан параппан çап; 3. (выстрелить) пер, персе яр; ударить залпом харăс пер; 4. по кому-чему (напасть, атаковать) сасартăк тапăн, пырса çап; ударить по врагу тăшмана пырса çап; 5. по кому-чему, перен. (начать борьбу) кĕреш, çапăç, тĕп ту; ударить по бюрократизму бюрократизмпа кĕреш; 6. (внезапно и сильно начатьсяо явлениях природы) пуçла, тытăн, тапрат; ударил ливень шалкăм çумăр тăкса ячĕ; ударить во все колокола пурне те пĕлтер, пĕлтерсе тух; ударить по рукам алă çап; ударить по карману тăкак кăлар; палец о палец не ударить см. палец.

урна

ж. урна (1. суйлав бюллетенĕсене ямалли ещĕк; 2. çын вилсен, унăн çунтарнă ӳчĕн кĕлне усрамалли савăт; З. çӳп-çап пăрахмалли савăт).

фанеровать

несов. что фанерăла, фанера вит, фанера çап.

хватить

сов. 1. кого-что, разг. см. хватать; 2. что и без доп., прост. (выпить) яр, сып; хватить лишнего ĕçсе ларт; 3. перен. разг. (испытать) тӳс, кур; хватить горя хуйхă-суйхă кур; 4. кого-что или чем, прост. (ударить) çап, чыш, янлаттарса яр; хватить кулаком чышкăпа çап; 5. кого-что, разг. (неожиданно поразить) çап; его хватил паралич ăна шалкăм çапнă; 6. кого-что и без доп., разг. (причинить ущербо явлениях природы) лек, тив, çап; посевы хватило морозом калчана сивĕ тивнĕ; 7. безл. (быть достаточным) çит; сил не хватит вăй çитмĕ; дров хватит на зиму вутă хĕл каçма çитет; 8. безл. кого на что, разг. (оказаться в силах) пултар, çит, çитер; его хватит на это дело вăл ку ĕçе тума пултарать; 9. безл., 3 л. ед. хватит разг. çитет, çитĕ; хватит отдыхать канса çитĕ; хватить через край виçерен ирт.

хлестать

несов. 1. кого-что (бить, стегать) çап, çаптар, хĕрт, вĕтеле; хлестать кнутом пушăпа çаптар; 2. во что çап, çапса çу, чашлаттар, кас, кастар; дождь хлестал в окно çумăр чӳречене çапса çунă; ветер хлещет в лицо çил питрен кастарать; 3. кого (наносить пощёчины) çуп, çутăлтар; хлестать по щекам питрен çутăлтара-çутăлтара яр; 4. (плескатьсяо воде) сапăн, шавла, кĕрле, шарла; 5. (выливаться с силой) юх, тăкăн, палка, тап, шарлара юх; из крана хлещет вода кранран шыв шарласа юхать.

хлестнуть

сов. и однокр. кого-что, по чему çап, турт, туртса çап, çатлаттар.

хлопать

несов. 1. (производить шум) шартлаттар, шанлаттар, хаплаттар, çатлаттар, шартлат, шанлат, шаплат, хаплат, çатлат; хлопать дверью алăка шанлаттарса хуп; 2. (аплодировать) алă çуп; хлопать докладчику докладчика алă çуп; 3. кого-что или по чему (ударять, бить) шакка, такка, çап; хлопать по спине çурăмран çап; хлопать глазами 1) куçа-пуçа чарса пăрах; 2) ним калама аптра; хлопать ушами ăнланмасăр итле.

чеканить

несов. что 1. ту, çап; чеканить монету укçа çап; чеканить медали медальсем ту; 2. перен. уçăмлă ту; чеканить слова сăмаха уçăмлă кала; 3. (обрезать верхние побеги растения) тăррине тат, касса тат.

шелуха

ж. 1. (овощей, плодов, скорлупа, рыбья чешуя) хупă; (семян) кипек, кипенкĕ, ирĕш; картофельная шелуха улма хуппи; рыбья шелуха пулă хуппи; шелуха подсолнечника хĕвелçаврăнăш хуппи; 2. перен. кирлĕ марри, хуппи, çӳп-çап.

шиш

м. прост. 1. (кукиш) чышкă; 2. перен. шĕвĕртни, çукки; шиш получишь ним те илейместĕн; ◇ шиш с маслом получить (или дать) шĕвĕртни ил (е пар); на какие шиши (жить, покупать и т. п.) мĕнпе (пурăнас, илес т. ыт. те); ни шиша ним те çук, çап-çара, пуш-пушă.

яркий

прил. 1. (о свете) çап-çутă, йăлтăр, йăлтăркка çутă, йăмăх çутă; яркое солнце çутă хĕвел; 2. (о цвете) çутă, таса, йăлтăркка; яркие цветы йăлтăркка чечексем; 3. перен. (выдающийся) пултаруллă, паллă; яркий талант пултаруллă талант; 4. перен. (выразительный) уçăмлă.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

сделка

килĕшӳ; килĕшни, алă çапни; торговая сделка суту-илӳ килĕшĕвĕ; заключить сделку килĕшӳ ту, алă çап

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

çап

орырга, кагарга, сугарга

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

ал

[al(o)]
mano, mana
ал тупанĕ — manplato
алă ĕçĕ — manlaboro
унăн алли çăмăл — li havas lertan manon
эп(ĕ) кунта алă пусрăм — mi ĉi tie subskribis
алă çап — interkonsenti
вăл аллине усрĕ — li lasis fali la manojn

пăрах

[poraĥ]
ĵeti (ĵetu), lasi (lasu); helpverbo kun la ĝenerala signifo de "rapideco kaj ĉeso de ago"
пушмака урайне пăрах — ĵeti botetojn sur plankon
ăна арăмĕ пăрахнă — lin forlasis la edzino
вăл ку шухăша пăрахмасть — li (ŝi) ne lasas tiun ĉi ideon
çӳп-çап кайса пăрах — forĵeti rubaĵon
вăл пирус туртма пăрахнă —li ĉesis fumi
кăларса пăрах — forĵeti, elĵeti
кăшкăрса пăрах — kriegi (al iu)
персе пăрах — pafi
çурса пăрах — disŝiri
тĕлĕнтерсе пăрах  — mirigi (forte)
туса пăрах — finfari
хăратса пăрах — fortimigi
юратса пăрах — ekami, enamiĝi
пăрахăç — difekto, fuŝaĵo, fuŝprodukto
пăрахăçла — malakcepti, nuligi, rifuzi, abolicii

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

dreschen

avăn zapas
авăн çап

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

авăн

«овин»; авăн çап «молотить» (букв. «бить овин»); авăн карти (анкарти) «гумно», «огород». Заимствовано устным путем из акающего говора русского языка: овин > авин > авăн.

çап

1. «бить», «ударять»; авăн can «молотить»; 2. «парить кого-л. веником»; тефс. ХII-XIII вв. чап «бить», «рубить»; башк. саб, тат. чаб «рубить (топором)»; «хлестать кого-н. горячим веником в бане»; «аплодировать»; «косить»; уйг. чап «рубить»; «косить (траву)»; алт. В чап, тув. шan, хак. сап, казах. саб, к. калп. саба, сава (диал.) «бить», «избивать»; «ругаться»; кирг. чаб «бить», «ударять»; хак. ас сап «молотить»; барабан сап «бить в барабан»; кирг. саба, .тув. сава «бить шерсть».

çӳпĕ

, çӳп «сор», «мусор»; çӳп-çап собир. «сор»; çӳпле «сорить»; чӳпĕк «пакля», «очёски», «сорные остатки от чески пеньки или льна»; Замахш. чӧп «соринка», «травинка»; азерб., туркм. тур. чӧп «щепка», «соломинка», «палочка»; «мусор»; алт. чӧп, хак. сӧп, сӧп-сап, тат. чӳп, башк. сӳп, туркм. суууплууук, узб. хас-яуп, казах. шӧп-шар, полов., кумык, чёп «сор», «мусор»; тат. чӳбек «очёски»; башк. сӳплә, тат. чӳплә, алт. И чӧпте, хак. сӧпте «сорить»; тат. чӳпрәк, кирг. чӳпӳрӧк, алт. В чеберек, башк. сепрәк, хак. сӳбӳрек «тряпка», «ветошь»; ср. перс. (чуб) «дерево»; чуб сӓфид «щепки».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Алă çап

Алă (ал) çап ударить по рукам (в знак согласия). Вĕсем ĕнине сутсан ал çапрĕç.

Вăй пар

Вăй [вăй-хал, хал] пар придавать / придать силу кому-чему.
Çтаппан татса хуравлани Макçăма та вăй пачĕ. Н. Мранькка. Ем-ешĕл чăрăшсем, хырсем, çап-çутă Атăл хумĕсем чун-чĕрене вăй-хал параççĕ. В. Алентей. Халăх чунне туйса тăма пире Çак çĕр, çак шыв ĕмĕрлĕх хал панă. Ю. Семенов.

Ĕçкунĕ çап

Ĕçкунĕ çап получать / получить много трудодней.
Мĕн чухлĕ ĕçкунĕ çапрĕ. А. Артемьев.

Икĕ аллуна шарт! çап

Икĕ (ик) аллуна шарт! çап всплеснуть [сплеснуть] руками.
Ах, атте те, ах, анне, эпĕ тухса кайсассăн, ик аллуна шарт! çапăн. Чăваш халăх юррисем.

Икĕ пĕççине шарт! çап

Икĕ (ик) пĕççине шарт! çап крайне удивляться / удивиться чему.
— Ай, тамаша, — терĕ вăл, ик пĕççине шарт! çапса. — Сан валли колхозра ĕç тупăнмастчĕ-и? В. Эльби.

Патшана кăларса çап

Патшана кăларса çап [сирпĕтсе штар] свергнуть царя с престола.
— Патшана кăларса çапнă хыççăн: «Малашне сире Вăхăтлăх правительство кулачпа, пылпа-çупа тăрантарма пуçлать», — терĕç. В. Харитонов.

Пĕççине шарт çап

Пĕççине [пĕççисене] шарт çап крайне удивляться / удивиться, изумляться / изумиться.
Çĕре ик ывăл кăшăллаççĕ, Сăнать Париж, пăхать Брюссель. Салонсенче пĕççе çапаççĕ: «Мĕнле чăваш тата вĕçет?» С. Шавли. — Эй, тĕнче! — пĕççисене шарт çапрĕ Ахтупай. — Çавăн пек мăшкăл турĕç-и мана нухайсем? К. Турхан.

Пушă параппан çап

Пушă (пуш) параппан çап (çаптар) болтать языком; син.: талпас çап, пуш сăмах çаптар.
Вĕçкĕн Иван мухтанать, Пуш параппан çаптарать. Тĕрĕссипе, хăй ĕçре Пырать кайра, хӳрере. В. Давыдов-Анатри. Асланса ватăлнă çын пуш параппан çапмасть. А. Емельянов. Ятманов пуш параппан çапма юратманнине пурте пĕлнĕ. М. Кипек.

Пушă сăмах çап

Пушă (пуш) сăмах çап (çаптар) пустословить, плести чушь [ерунду, околёсицу], разводить тары-бары, переливать из пустого в порожнее.
Чапаев нихçан та пуш сăмах çапман. Ялав. «Эпĕ пушă сăмах çаптарасшăн мар. Нумайччен пакăлтатма хăнăхман, пĕлместĕп те», — терĕ Чапаев трибуна çине хăпарас умĕн. Чăваш календарĕ.

Сăмах çап

Сăмах (сăмаха) çап [çаптар] 1. оживлённо, увлечённо разговаривать, беседовать; 2. пустословить, болтат
1. Хĕрӳ офицер сăмах çапнă чух Текейпе Итрен çитеççĕ утса. С. Элкер. Сăмаха çапать хăна. А. Алка. Икĕ карчăк тăнă та Кипарис умне Çаптараççĕ, тупата, Вĕçсĕр сăмахне. А. Лукин. 2. Каçхи апатсене пырсан, эпĕ çак официанткăна час-часах эрех-сăра ĕçсе ларакан çамрăксем таврашĕнче сăмах çапса кулкаласа тăнине асăрхаттăм. С. Элкер. Правленинче сăмах çаптарса ларасси нимех те мар. Ĕçлесси вара, çанă тавăрса ĕçлесси — ансат мар. В. Алентей.

Сăмсана çап

Сăмсана çап [çур] бить ([ударять] в нос (о запахе).
Сăмсана чăрăш шăрши çапмасан, кунта мĕнле йывăç ӳснине те пĕлес çук. А. Талвир. Сăмсана тӳрех сивĕ сывлăш та хутăш çĕрекен йывăç шăрши çапать. А. Емельянов. Сăмсана çурать хăрушă, Çĕрекен виле шăрши. Я. Ухсай. Йĕри-тавра вăрман кашласа ларать. Нӳрлĕ лачака шăрши сăмсана çурать. М. Данилов-Чалтун.

Такмака çап

Такмака çап распевать [петь] частушки (с задором).
Ял тени йăмраллă пултăр, Пыл-сăра хăмлаллă пултăр, Теççĕ пирĕн таврара, Такмака çапса вара. П. Хусанкай.

Талпас çап

Талпас (талпаса) çап болтать, вести пустые разговоры.
Талпас çапса çатан аваймăн. Ваттисен сăмахĕсем. Ку патша иккен хайхи пулнă евчĕ хăраххи. Талпаса çапма кăна Пĕлнĕ ун чее чĕлми. П. Хусанкай.

Ташша ил

Ташша ил [илтер, сӳ, çап, çаптар, тӳ, яр] вовсю плясать.
Тӳпе шăтать, Çумăр ташша илет, Çĕре ӳкет те çӳлелле сикет. Г. Ефимов. Пурте утаççĕ, хĕвĕшеççĕ е тата карталанса тăнă та ташша илтереççĕ. Я. Львов. Çамрăк-кĕрĕмсем, Ывăл-хĕрĕсем, Тăрăс-тăрăс сиксе, Алă çупса, Çăмăл ташăсем сĕвеççĕ. Н. Полоруссов-Шелепи. Юрă пек, юмах пек Шупашкарăн Каччисем ташша çапнă чухне. В. Урташ. Ай, кĕрхи каç кĕрнеклĕ çав ытла. Ташша çапаççĕ йăлтăр çăлтăрсем. Г. Ефимов. Вара юрăсем шăрантараççĕ, ташша çаптараççĕ, ушкăнăн-ушкăнăн пухăнса, тĕрлĕ япаласем çинчен калаçаççĕ. М. Кипек. Линкка-линкка кĕввипе ташша турĕç кăна хĕрпе каччă. Л. Агаков. Йăмăкĕсем вашăк çаран хĕрринче, ешĕл çерем çинче, ура хуçса ташша яратчĕç. В. Ухли.

Укçа çап

Укçа (укçана) çап наживать / нажить деньги [капитал], ковать деньги, загревать / грести деньги лопатой.
Вĕсем тӳлĕç-ха, сахал мар укçа çапаççĕ. А. Артемьев. Ай-яй укçана çапать иккен вăл. Вăл тырăпа сутă туса укçа çапрĕ.

Услам çап

Услам (услама) çап получать / получить большую прибыль, наживаться / нажиться.
— Ай-яй, спекулянт. Ха, мĕн шухăшлать. Çынна сутса услам çапасшăн. Мăшкăллаттарăп эп сана, — тарăхса пычĕ Пашпӳрне. С. Аслан.

Халап çап

Халап (халапа) çап [çаптар] 1. (оживлённо, увлечённо) разговаривать, беседовать, вести разговор, беседу; 2. пустословить, переливать из пустого в порожнее.
1. Окопри салтаксем виçшер-тăватшарăн пухăна-пухăна халап çапма тытăнчĕç. С. Элкер. Арпа кӳпи çинче хĕрарăмсем каçса кайсах халап çапса лараççĕ. С. Аслан. Тулта хĕрхенӳсĕр хĕл мучи алхаснă чух ăшă пӳртре, шартлатса çунакан кăмака умĕнче, халап çапса ларнинчен ырри мĕн пултăр ĕнтĕ. А. Артемьев. 2. Трактористсем валли кайса апат пĕçер, кайран халап çапса вырт. В. Урташ. Халап çапса хапха тăррине улăхаймăн, юмах ярса юман тăрне улăхаймăн. Ваттисен сăмахĕсем. Хĕрарăмсем çăл кутĕнче халапа çапаççĕ.

Халап-юмах çап

Халап-юмах çап (оживлённо, увлечённо) разговаривать, беседавать.
Завода çитсен, эпир çĕрулми шуратакан, туракан хĕрсем патне кĕрсе куртăмăр, халап-юмах çапрăмăр. В. Алентей.

Чăна хур

Чăна хур принимать / принять за истину. Пĕве çитмен çап-çамрăк хĕр каччăн сăмахĕсене чăна хурса ĕненет. Э. Волошина.

Ыйха çап

Ыйха çап [хĕрт] (вовсю, здорово) спать.
Пĕччен — ыйхă çапма, эртелпе — вăрман касма. Ваттисен сăмахĕсем. Кунта, этсемĕр, халĕ пирĕн лагерь, Анчах çапатпăр тутлă ыйăха. Я. Ухсай. — Э-э, задача мĕн вара? Шутлатăп-ха ăна вара, — терĕ Павăл. — Тăвăп-ха. Выртрĕ, хĕртрĕ ыйăха. В. Алентей.

Юмах çап

Юмах (юмаха) çап [çаптар] 1. рассказывать [сказывать] притчи; делать намёк; 2. пустословить, переливать из пустого в порожнее.
1. Çисе ларнă хушăра Тир Иванĕ юмах çапа пуçларĕ: эп çĕркаç арçури куртăм. Хаваслă яш-кĕрĕм унта улахра çĕр хута халап та юмах çаптарать. Н. Илпек. 2. Юмах çапма ăста эс [Володя], — тавăрчĕ председатель мухтас вырăнне. А. Емельянов. Кĕтӳ хăваласа пынă хĕрарăмсем якалса кайнă патакĕсемпе çăпата пуçĕсене таклаттарса юмаха çапаççĕ. А. Этмен.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

август

çурла уйăхĕ. Иисус Христос Туррăмăр çап-çутă пулни, çурла уйăхин (августăн) 6 кунĕнче [Молитвенник 1896:26].

айлăм

улăх. Кунта çăра вăрман хупласа тăракан çӳлĕ тăв, çӳлĕ тăвăн сивĕ енчен çап-çутă, тăрă сивĕ çăлсем юхса выртаççĕ; тăв айĕнче айлăм (улăх) пур, унта васансем юхса выртаççĕ; унăн йĕри-тавра вăрман ӳсет [Избранные (январь) 1904:6].

метеор

пĕлĕт çинче вĕçсе çӳрекен пысăк чул катăкĕ. Тĕнчере пĕлĕт çинче пысăк чул катăкĕсем вĕçсе çӳреççĕ. Çĕр йĕри-тавра тăракан сывлăша вирлĕн сĕртĕннипе чул хĕрсе çап-çутă çĕлен вĕçнĕ пек курăнать. Ун пек чулсене пĕчĕкреххисене ӳкекен çăлтăр, пысăкраххисене метеор е болиды теççĕ [Вĕре çĕлен 1912:24].

пан улми

пахча çимĕçĕн тĕсĕ. Христос çап-çутă пулнă хăвата чиркӳре çурла уйăхин (августăн) 6 кунĕнче асăнаççĕ. Вăл кун Христоса ĕненекенсем чиркĕве пахча çимĕçи (пан улми) илсе пырса кĕл тутараççĕ [Наставление 1896:96].

тислĕк

навус. Шыв кил валли çырмаран ăсатпăр пулсан çав çырмасенче кĕпе-йĕм çума, йĕтĕн-кантăр хутма, çӳп-çап, тислĕк (навус) тăкма кирлĕ мар [Халер 1908:4]; Чирлĕ пăрусем выртнă хуралта лайăхрах тасатас пулать, тислĕкне (навусне) турттарса кăларса çунтарас пулать <…> [Франкфурт 1914:14].

Этимологи словарĕ (1996)

авăн

< рус. овин; овин - место для сушки хлеба.

Производные от авăн сложные глаголы: авăн ил-  молотить (каким бы то ни было способом); авăн пăс- снимать с шеста уже высушенные снопы; авăн пĕтер- окончить молотьбу; авăн сар- носить снопы и постилать посад; авăн çап- молотить хлеб цепами; авăн типĕт- сушить хлеб в овине; авăн ту- или авăн хур- садить овин, сажать снопы на овин (Ашм. Сл. IА, 44-49).
В.Г.Егоров пишет, что данное слово "заимствовано устным путем из окающего говора русского языка: овин > авин > авăн" (Егоров ЭСЧЯ, 19). Однако следует учесть одно очень важное обстоятельство, что процесс перехода о > а в русских заимствованиях в чувашской речевой практике носит закономерный характер: солод > чув. салат, рождество > чув. раштав, обед > чув. апат, господи > чув. васпати, плотник > чув. платник, воронка > чув. варинке, лоскут > чув. ластăк, поднос > чув. патнус и многие другие.
Рус. овин > чув. авăн > мар. авын, агун, аун, марГ., СЗ. äн овин (Горд. ЭСМЯ I, 43, 48) / удм. обинь / мордМ. авонь I мордЭ. авн, ауня; тат. әвен овин, рига. Согласно Ф.И. Гордееву, рус. овин заимствовано из булг. (др.-чув.) источника; чув. авăн, тат. äвен - производн. от др.-тюрк. äв дом с помощью суф. -ен (-ын) (Федотов ЧМЯВ, 167).
См. Räsänen EWb.,  32а.

Çавăн пекех пăхăр:

çантан çантараххăн çантискер çанччен « çап » çап йыççи çап-çаврака çап-çамрăк çап-çарăм çап-çара

çап
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150