Шырав: çапăн

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

вирлĕн

1.
крепко, сильно
энергично

вирлĕн пырса çапăн — сильно удариться обо что-л.
вирлĕн малалла ыткăн — стремительно ринуться вперед

милĕк

1.
веник
хурăн милĕк — березовый веник
мунча милĕкĕ — (банный) веник
милĕк хуç — ломать веники
милĕк пĕçер — распарить веник
милĕкпе çапăн — париться веником
милĕкпе урай шăл — подметать пол веником

пуçа-пуçăн

головой к голове, головами вместе
пуçа-пуçăн çапăн — стукнуться лбами

çапăн

возвр.

çапăн

1.
ударяться, биться
колотиться

пуçпа çапăн — удариться головой
туратсем питрен çапăнаççĕ — ветви бьют по лицу
çапăнса вил — разбиться насмерть

çапăн

2.
натыкаться, налетать, наскакивать
сталкиваться
с кем-чем-л.
машинăсем çапăннă — машины столкнулись
пырса çапăн — удариться с силой
сивĕ çил çитсе çапăнчĕ — налетел порыв холодного ветра

çапăн

3.
париться, хлестаться (веником)
хурăн милĕкпе çапăн — париться березовым веником

çапăн

4.
печататься, публиковаться, быть напечатанным
кĕнеке пысăк тиражпа çапăннă — книга напечатана большим тиражом
журналта çĕнĕ сăвăсем çапăнса тухнă — в журнале опубликованы новые стихи

çапăн

5.
сниматься, фотографироваться
çурт умĕнче çапăнтăмăр — мы сфотографировались перед домом

çапăн

6.
отпечатываться, оставлять отпечатки
çул çине шина йĕрĕ çапăнса юлнă — на дороге отпечатались следы шин

çапăн

7. разг.
приставать, прицепляться (о болезни)
ман çумма грипп çапăнчĕ — ко мне пристал грипп

çапăнтар

1.
понуд. от çапăн

çатлаттар

1.
ударять, щелкать, шлепать
треснуть

милĕкпе сатлаттарса çапăн — звучно хлестаться веником
пичет çатлаттар — шлепнуть печать
çатлаттарса яр — влепить затрещину

лапка

I.

1.
полок (в бане)
лапка айĕ — место под полком
лапка çинче çапăн — париться на полке

çапăн

◊  
çитсе çапăн
— очутиться (где-л. далеко или в неожиданном месте)

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

пыр

II.
идти
приходить
приехать

апата пыр — приходить на обед
илсе пыр — приносить
алли пыран айтăрах, ури пыран тапăрах — идемте же, у кого ходят ноги
пырса çӳре — навещать
пырать — удовлетворительно
пырса çапăн — столкнуться

çапăн

ударяться, ушибаться

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çап

(с’ап), бить, хлестать, ударить. Орау. Ăна пуçĕнчен çапрĕ-ячĕ (неожиданно). N. Эпĕ пушипе çĕре çапрăм, çĕр мана сĕлĕ пачĕ. N. Ачасана ытла çапса ухмаха ан кăлар. ТХКА 84. Чăнах та, эпĕ ытти кĕтӳçсем пек мар, выльăха нихçан та çапса амантман. Шемшер. † Ах атте те, ах анне, эпĕ тохса кайсассăн, ик аллуна шарт çапăн! (Хĕр йĕрри). КС. Кĕпене тукмакпа или валекпе çапаççĕ. N. Юпине лартсан, ун пуçĕ тӳпине пĕр укçа пуртăпа çапса кӳртсе лартаççĕ. Полтава 18. Ашшĕ-амăш ачана хĕрхенмесĕр хĕнесе çапла çапса ăс парать. Янтик. Эсĕ мĕншĕн çапрăн мана? Ib. Атте хытă çапрĕ мана пуçран! Ib. Çурăмĕнчен çапрăм. N. Хăмсараччен çапса ил. (Послов.?). Сред. Юм. Çапу-тăву полмарĕ-и? Не было ли побоев? Якейк. Эп вăрманпа пынă чух йăвăç торачĕсем пите-куçа çапса пĕтерчĕç. Ст. Чек. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса, темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. М. Тув. † Çĕр тенкĕлĕх лашине çапса чупми турăмар. Чотай. † Çакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса отми турăмăр (т. е. сделали такою, что она не едет даже, если ее бить кнутом). Пазух. Хире тухрăм çӳреме, хура çĕленсене çапса илтĕм. N. Çав Хурамал ачисем тульккĕ килччĕр ку касса, пуçне çапса çурăпăр. Якейк. Эпĕр паян пилĕкĕн пир çапрăмăр. Ib. Каç полттипа ялта пир çапнă сасă анчах илтĕнет. Кан. Çавăнтах пичĕпе сивĕ юр çине килсе çапат (ударяет). || Бить, пороть. Кн. для чт. 61. Акçонăва çапма сутит тунă. Вара йывăр ĕçе, „каторжный работана“, ямалла тунă. Регули 248. Ĕçлеменшĕн çапрăм. Ib. 165. Вăрă тунăшăн çапрĕç. N. Мулкачă та пире таптать, çил те пире çапать. Чем люди живы. Тапранса тухат çил, Çимун кĕпи виттĕрех çапать. Баран. 70. Ун чух парăссăр та карапа çил хытă çапать, унталла-кунталла ывăтса ярать. Ib. 94. Халех çил-тăвăл тухас пек, сиввĕн-сиввĕн çапать. Чув. пр. о пог. 126. Çил çĕре пит хыттăн çапса вĕрсен, çăмăр пулать. Если ветер очень сильно ударяет о земь, будет дождь. Ib. 83. Çил çук чухне тĕтĕм çĕре çапсассăн, çулла — çăмăр, хĕлле юр пулать. Дым без ветра бьет к земле: летом — к дождю, зимою — к снегу. Орау. Çапса çăвакан çăмăр (дождь с ветром) тухĕ те, пĕтĕмпе сирпĕтсе, йĕпетсе пĕтерĕ. КС. Çапса çăвакан çумăр (бьющий с ветром) тырра ӳкерет. Бигильд. † Çĕн пӳрт çине хăма витнĕ çăмăр çапса çăвасран. N. † Çĕн пӳрт тăрне хăма витрĕм (вар. ампар тăрне хăма витнĕ) çапса çăмăр çăвасран. || Бить (о граде). N. Новосельский уясра пăр çапса кайнă (побило градом). || Пронизывать. N. Çурçĕр енчен сивĕ çапать (проходит, заставляет чувствовать). КС. Çурăма сивĕ çапрĕ, спина прозябла. || Выжимать (масло). N. Йывăç-çу çап. Трхбл. Кантăр çăвĕ çаптарса килтĕм. Ib. Çу çапакан арман, маслобойка. || Ударить (о молнии). Изамб. Т. Ун чухне Сарьел меçĕтне çапнă (молния), тет. Янгильд. Вăрман пĕтнĕ çемĕн арçури пĕте пуçланă, е аçа çапса пăрахнă, теççĕ. || Забивать, вбивать. N. Юпа çумне çап, прибить к столбу (доску). Тимяшево. Халăх çапса хĕснĕ пек пухăнчĕ. N. Çынсем çулăн икĕ аяккипе, çапса хĕснĕ пек, ĕречĕ-ĕречĕпе танă. N. Çапса çыпăçтар (хăмана). || Прилепить, приклеить. Ст. Шаймурз. Ку ача кĕпер хĕррине çыру çырса çапнă. || Покрывать (чем), прибивать. N. Малтан тупăк ăшне те, тупăк виттине те пир çапаççĕ. Якейк. † Пирĕн хăта пит лайăх, толне тоттăр çапнă пак, ăшне порçăн тортнă пак. || Взмахнуть (крыльями). N. Çунаттипе пĕрре çапрĕ те (взмахнула), вĕçсе карĕ. Ала 66. Çунатне çапать шыв çине (гуси). Лашм. † Çарăмсам çинче ула хур, çунатсене çапать шыв çине. || Молотить. N. Хĕрарăмсем вăл вăхăтра ахаль лармаççĕ, вăсам кантăр татаççĕ те, кантăр çапса шăва хутаççĕ. Якейк. Кантăр çапрăмăр; эпĕр ыран йĕтĕн çапас тетпĕр. Пшкрт: ан с'аβас, молотить. Ib. ан с'апры̆м, молотил. N. Ларакан капансене çапни çук-и? çапман пусан, сĕллине çапчăр, ырашĕ лартăр. Альш. † Ырă тетеçĕм, тете, çапăр илĕр ырашне, сутăр ярăр улăмне. Магн. М. 102. Çерçи кантăр çапмантан, чтобы воробьи не вредили конопле. Н. Карм. Икĕ пĕрчĕ пăрçана пĕтĕм хире çапса салатрăм. (Куç). || Положить с силой, бросить с силой. Альш. Пĕри çĕклет те, çапать ăна урапа çине. || Отразиться, падать (о ярком свете). Ядр. Шăрçа çутти çапнă. В. Олг. Инчетре вот пор, пĕлĕт çомне çутă çапрĕ. || Отпечататься, придавать цвет. В. Олг. Алă çомне корăк симĕсĕ çапрĕ. || Отойти и принять прежний вид. Пир. Ял. Юрпа е сивĕ шывпа лутăрканă хыççăн, ӳчĕ шăннине ирĕлтерсе чипер ӳт сăнĕ çапсан, çынна пăртак ăшăрах пӳлĕме илсе кĕртмелле. || Ударить (напр., о краске в лицо). ЧП. Кивĕ уйăхра тунă сăрисем, икĕ пите çапрĕ хĕрлисем. N. Хĕрӳ çапнипеле вут ăшĕнчен.., çĕлен тухрĕ. N. Çунакан япалан хăвачĕ çемĕн вут хĕрĕвĕ çапать. КС. Çурăма ăшă çаппăрĕ. Ударило тепло в спину. || О запахе. Йӳç. такăнт. 61. Çăвне лакăм шăрши çапнă (отзывается запахом посуды). В. Олг. Сĕт йӳçĕ, шăшлă вути йӳççи çапса. N. Остергундомский теекенни; ку сурт йӳçĕ кăшман хурми, питĕ вăрăм, шултра пулать; анчах, сăвакан ĕнене нумай çитерсен, сĕте йӳçĕ çапать; ăнса пулнă çул теçеттинара ку сурт пилĕк пин пăта яхăн пулать. ТХКА 38. Шурă ерĕм-армути йӳççи çапать вара кĕвĕçпе ман чĕрене. Баран. 41. Кăмпа шăрши... сăмсана ыррăн çапса тăрать. СТИК. Ахтар, санран сивĕ çапат (от тебя несет холодом), леррех кайса ларас пуль. Ib. Ай-ай, санран эрек пичĕкинчен çапнă пек çапат (от тебя несет водкой). Шибач. Вăл эреке пек çапат çăвара (йӳçĕ корăк). || Делать колеса. М. Шигаево. Пирĕн ялта çынсем хĕлле çона туваççĕ, çулла орапа çапаççĕ, пĕчик ачасем те хĕлле печик çона тăваççĕ, çула печик орапа çапаççĕ. Календ. 1904. Кусатăран-урапасем çапма вĕренес пулать. Кĕтĕк-вар. Орапă çап, урапа çап, делать колеса; но: орапа ту, делать колеса. || Ткать (куль, рогожу). N. Чăпта çап, ткать рогожу, куль. || Пройти сквозь, пробиться. Орау. Кĕрĕке нӳрĕк виттĕр çапнă. Изамб. Т. Витĕр çапмаллах ан сĕр (сапоги, салом). Толст. Кĕркунне кăткăсен туллине нӳр çапнă. N. Урана шыв çапрĕ (промочил ноги). Сред. Юм. Тар кĕпе виттĕр çапнă. Пот пробил сквозь рубашку. Пазух. Атăлах та урлă, ай, аллă хур, çуначĕсем витĕр те халь юн çапнă. Ай-хай, пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. ЧП. Çуначĕсем витĕр юн çапрĕ. || Чеканить. Кĕвĕсем. Ятăр кайнă, чапăр кайнă ылттăн-кĕмĕл çапакан хулана. КС. Укçа çапса пурăнчĕ. Работал фальшивые деньги. || Написать (в разете), печатать. Богдашк. Каçет çине çапмалли хыпар. || Формовать (кирпич). Микушк. † Сирĕн питĕр-куçăр пит илемлĕ, суккăр тутар çапнă кирпĕчĕ пек. || Стрелять. Сред. Юм. Пăшалпа çапса вĕлернĕ (застрелил). Кан. Пăшалсем çапма вĕрене пуçларĕç. N. Револьвĕрĕ çӳлелле çапса каят (выстреливает). || Погубить, поразить. ЧП. Тăшман ялне турă çаптăр. || Звонить (в колокол). Трхбл. Пĕррепе çап, звонить в один (колокол); пуринпе те çап, звонить во все (колокола). || Колоть, резать. N. Пĕр сысна илтĕм те, ăна çитертĕм: ыран çапас, тетĕп. Урмар. Унăн çапмалли сысна та-ха пиллĕк-улттă та пур. || Парить (в бане). N. Пит хытă кăна тарлаттарсан, милкĕсемпе çапсан, пăлтăра (в передбанник) илсе тохса тумлантара пуçлаççĕ. N. Милкĕпе çапса, çуса карчăка мунчаран кăларат. N. Куккăшĕ ăна милкĕпе çапрĕ (выпарил в бане). || Разбивать. Полтава 2. Б. Хмельницкий темиçе тапхăр поляксене çапа-çапа çĕмĕрнĕ (разбивал). || Украсть. || Зашибать, огребать, наживать. СТИК. Ай-яй укçана çапат иккен вăл! Здорово он деньгу зашибает. КС. Паян укçана çапрĕ вăл (нажил, выручил). Кан. Вăл тырăпа сутă туса укçа çапрĕ. Кан. Хамăр айăп ĕçленине кура, кутăн выртсах услама çапаççĕ. || Склоняться. Кан. Распуя çапма тытăнтăм. || Рассказывать (сказки). Собр. Халап çапса хапха тăррине улăхаймăн, йăмах ярса юман тăррине улăхаймăн, теççĕ. (Послов.). Шурăм-п. Тир Йăванĕ юмах çапа пуçларĕ. Çутт. 69. Хĕрарăмсем çăл кутĕнче халапа çапаççĕ. Ир. Сывл. 8. Сăмахĕсене, кăмăллисене, кирлĕ хушăра çапса пыратьчĕç. Хастарлăх ЗЗ. Юсас тесе тăрăшса, сăмах çапса пыратпăр. || Употребл. в качестве вспомог. гл. N. Ăна кăларса çапас пулат. Его надо вышвырнуть с должности? Альш. Пĕр-иккĕ çавăрса çапрĕ те, ăнран кайрăм. N. Анчах хресченсем, çумăр пырса çапнине, утта пур чухнех симĕсле пуçтараймаççĕ.

çапăн

(с'абы̆н, Пшкрт: с'аβы̆н), удариться, получить удар, ушибиться. ТХКА 51. Пите-куçа туратсем çапăнаççĕ. Çĕнтерчĕ 35. Çапăнса кайса сывлăшсăр пулса хăрлатса выртать. Коракыш. Çав тукмакки (колотушка) текех çилпе сулланса çапăнса тăнă. Çутт. 157. Йĕптăррисем: ай, ай, ай! тесе, ăçта çитнĕ унта çапăнса каяççĕ. Сĕт-к. † Вăрман виттĕр тохнă чох, çӳçе шулчи çапăнчĕ. Çӳçе шулчи полман мĕн, тăван сомах(х’) полнă мĕн. N. Каç лапка çинче çывăрнă чухне усал тĕлĕк курса хăранипе, çӳлтен персе анса, лаххана çапăнса, пуçне çĕмĕрнĕ. К.-Кушки. Ну, çаврăнса çапăнтăм та эпĕ виçĕмкун! Пĕçĕ халь те ыратса тăрат-ха. Пĕççе пĕтĕмĕшпех ыраттартăм. Ну и хряснулся же я третьего дня! До сих пор бедро болит. Все бедро отшиб. Пшкрт: с'аβы̆наҕан с'ын (падучая болезнь) таβаланат, таβаланат, ты̆рат та чирэрэк полат вара. || Стукнуться. Якейк. Хĕр-ача, арçын-ачая çорăм хыçĕнче йăтса пынă чох, арçын-ачин алли вĕçернсе кайнă та, çĕре пуçĕпе çапăннă. Девочка несла мальчика на корточках; руки у него оборвались и он стукнулся головою о землю. || Налетать, натыкаться. Цив. Çакăскер, ӳсĕр майĕпе лашине тытас тесе пырсан, лаши çумнех пырса çапăнчĕ. Коракыш. Кашкăрсем хăранипе йăвăçсемпе çапăна-çапăна тарчĕç, тет. || Прикасаться, задевать. Магн. М. 184. Виле туй çынна çапăнмантан, т. е. чтобы свадебный поезд мертвых не прикоснулся к живым... || Приставать. Альш. Вĕсем çынна çапăнсан, усал тăваççĕ. Ача-пăчана, пысăк çынна та çапăнат (т. е. иесем). || Шататься, шляться, заходить. В. Олг. Ста çапăнса çӳресе? Где шатался? Сред. Юм. Мĕн çапăнса çӳрен çак эс пôр çĕрте те, ниçта вырăн топмасăр? Ib. Çав килсе çапăнмас тем-ха паян, пӳрт орайне тасарах тытас. Çĕнтерчĕ 2З. Мĕншĕн килсе çапăннă вара кунта Илякка? Полтава 1ЗЗ. Украйнăри юр ăсти яла кĕрсе çапăнсан. || Утираться. Кан. Пырать те „алшăлли“ çине çапăнать. || Париться в бане. N. Марья мулча хутнă. Ашшĕ мулча кĕнĕ те, вĕри çапăнайман. Вара вăл Марйине: мулчине ыррăн чулĕ хĕрмелĕх хутман, тенĕ. ТХКА 24. Чăвашĕ хăй çăка милкĕпе, икĕ милкĕпе: ах, ах, ах-хах-хах, çăка çулçин мыскари, чĕке-тăвăн тункати; хури-мари сакайне, лăппи-лаппи тапкайне; çăка мунча шерпетне, икĕ алтăр ăшшине, ӳте-пĕве канлĕхне, çăтăл-çăтăл çăтăлăк, çăка çулçи мыскари, хурăн милки сиплĕхĕ; ах-ах, ах-хах-хах! тесе ӳпне-питне çаврăна-çаврăна лапка çинче çапăнать. || Печататься. Кан. Пирĕн 37-рен 4 листа ытларах çеç çапăннă.

çапăнкала

(-га-), учащ. ф. от çапăн.; попариться. КС. Хăва турачĕ чӳрече çумне çапăнкаласа тăрать. Ib. Милĕк ил те, çапăнкала пăртак (попарься), çан-çурăму кĕçтет пулĕ.

çапăнтар

(-дар), понуд. ф. от гл. çапăн. ТХКА 69. Çавă мана тӳрĕ çĕртех, тĕртсе ярса, чул пĕрене çумне çапăнтарчĕ. Ачач 16. Аллисене чăмăртаса кăкри çине çапăнтара-çапăнтара, вирлĕ иккĕ-виççĕ сулса ячĕ те, урисене чăсса пăрахрĕ.

тăнхăртат

то же, что тăнкăртат. Хастарлăх. Çӳлĕрен çӳлĕ, чи çӳлĕ çĕре тăнхăртат, çитсе çапăн.

шорт

подр. удару в ладоши, хлопанью. Панклеи. Ик алине шорт! çапать. Çашра-Марка. Ялти яшă ачийĕ сар хĕр тĕлне çитсен, ик аллине шорт çапать, хĕрсен чонĕ хосканать. Когда молодой деревенский парень поравняется с русою девушкою, он громко ударяет в ладоши, так что у девушки вздрагивает душа. Шемшер. Ах, атте те, ах, анне, эпĕ тохса кайсассăн, ик аллуна шорт çапăн. Панклеи. Шорт! çапать те сĕм тăвать, катам пирĕ пек пир тăвать. Тохтала. Кĕленчĕпе алли çине шорт! тутарать те (он хлопнул по донышку бутылки), пропки тохать. || Подр. удару кнутом. Шорк. Кĕтӳçĕ вăрăм пушипе шорт! çапрĕ те ĕне тирне çурсах пăрахрĕ. Торп-к. Утне кӳлсе çони çине хăпарса ларса, йорласа утне шорт! çаппăрĕ, тет. Янбулат. Хора лаши хорт тăвать, чĕн килхепи шорт тăвать. || Подр. прыжку. Янбулат. Кайăк ăна илтелет, шорт сикет те, ну йорлать. Б. Олг. Çăртан шорт сикет. Ишек. Ах чонăм, шох чонăм, шорт та шортах сикет-ĕçке (от радости). || Подр. зажиганию спички. Б. Олг. Çпичкă шорт! тесе чĕрĕлсе каят. Ib. Стена çомне спичкă шорт! чĕртет. || Подр. обливанию водой. N. Мана шорт шу сапрĕ.

шĕр

подр вытекяемой жидкости. КС. Юн шĕрех анчĕ. Кровь хлынула (из носа). Орау. Çапнă-çапман сăмсинчен юн шĕрех анчĕ. СТИК. Сăмсăнтан çапăн та, шĕрр юн анĕ. Сред. Юм. Пичке паккине уçрăм та, пичке шĕрех йôхса тôхрĕ.

пĕçĕ

(пэ̆з'э̆, пӧ̌з'ӧ̌), бедро, ляшка. Панклеи. Кашкăрăн кари пĕççисем. Кан. Халăх тĕлĕннипе пĕççе çапса илчĕ. Алик. Хайхи салтак мулчара пĕçĕсене тăраткаласа выртать, тет. N. Алăк патне çитсессĕн, ик пĕççӳне шарт çапăн. Иваново. Вара, илтсессĕн, пĕççине çапса тĕлĕнсе, хуйхăрса йĕрсе ячĕ, тет. Шурăм-п. Пĕр шухăшласан, пĕççе çапса кулмалла. Чеб. Пĕççи хопнă (çурăлнă). Вывих ноги (у коровы). || Штанина. Йӳç. такăнт. 14. Ме, шалаварне те (ывтать), кунне пĕр пĕççине илсе тавăрăн! Трхбл. Йĕм-пĕççи, штанина. || Назв. местности в лесу. Трхбл.

алăк сыппи

(сыппи), pars domus citerior, quae est prope ianuam, часть избы ближе к двери. Тай. Б. † Алăк сыппине çитсессĕн икĕ пĕççĕне шарт çапăн. Когда ты дойдешь до той части избы, которая ближе к двери, то ударишь руками но обоим бедрам. Альш. † Йĕс шăнкăрав сассăмçăм ырă курас пулсассăн алăк сыпне янах кай; ырă курмас пулсассăн тĕпел сыпне ан илтĕн. Ах, голосок мой, похожий на латунный (из желтой меди) колокольчик! Если мне предстоит быть счастливой, то ты раздайся громко и по той части избы, которая ближе к дверям: если же мне не видать счастья, то не будь слышен даже и в передней ее половине. Ib. † Ах, сасăçăм! Ырă курас пулсассăн алăк сыппа илтĕнтĕр. Ах, голосок мой, голосок! Если мне суждено быть счастливой, пусть он раздается и по той части избы, что ближе к дверям. (Из „хĕр йĕрри“, т. е. плача невесты).
[Ӳкерчĕк]
а — тĕпел сыппа, pars domus ulterior.
b — алăк сыппи, pars domus citerior.
с — кăмака, fornax.

мĕн

(мэ̆н, мэ̆н’), что? К.-Кушки. Мĕн çисе ларатăр? Что это вы едите? СПВВ. ТА. Мĕн полтăртататăн? (= мĕн кирлĕ мара калаçатăн). Ib. Мĕн сослан = мĕн шавлан. Синерь. Амăшĕ: мĕн пăхса çӳремелле? тесе каларĕ, тет. Мать сказала: чего тут возиться (проверяя хозяйство, т. е. нет надобности проверить его). СТИК. Мĕн кунта шăнса вилес тетнем,— атя пӳрте. Что ты хочешь замерзнуть? Идём в избу. Ib. Мĕн вара эсĕ мана ун хуçĕнчен пăхса тăмалла тăвасшăн-им? (Возражает так уверевно, и с сознанием своего превосходства). Ст. Чек. Мĕн пур-ши унта кайса, мĕн пур-ши, шав унта кайса ларан? Зачем ты туда повалился, что ты там нашел интересного? Ib. Мĕн тупрăн эс унта? Что в нем хорошего? Ib. Мĕн тупрăн вара ку вăйăра? Какой интерес для тебя в этой игре. Альш. Ĕмĕр тăрăшĕнче мĕн тухса мĕн килмес. Орау. Якур пичĕш патне натьăк (натяг) илме каяп, терĕ; натьăк мĕн-ши вăл? Что бы это такое было? (задумываясь о предмете, и этим заставляя другого высказать, что это такое). Ib. Виçĕ эрне мĕн вăл (какая важность три недели), ак ман пек улт-çич уйăх ларса пăх, вара пĕлĕн. Ib. Мĕнтен пит ăслă вара вăл? Чем же он умен-то? В чем же виден его ум? Юрк. Вырăсла кĕнекене вуласан та, чăвашла вăл мĕнне пĕлместĕм. Ib. Пăшал сассине илтсен, салтакĕсем, ытти улпучĕсем пурте кĕсем патне чупса пырса: мĕн пулчĕ те, мĕн пулчĕ, мĕншĕн пăшал петĕр, теççĕ. Сред. Юм. Мĕн калан ĕнтĕ (или: мĕн каласси пôрччĕ ĕçке те...). Очень хорошо бы было, но .. Ib. Мĕн алласа çӳрен тесе, пĕрмай килĕрен килле кайса йăмахласа ларакан çынна калаççĕ. Ib. Мĕн тăвас-ха? (Пырса кĕрекен çынтан çапла ыйтаççĕ). Никит. Кайсан та мĕнех тăвать мана. Что особенного он мне сделает, если я и уйду. Изамб. Т. Усаллăх çинчен мĕн калатăн. Ĕлĕк пирĕн хамăр хушшăмăрта та, тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитнĕ. Байг. † Сăрă чечек мĕн паха! Аппапа йысна пит паха. С. Айб. Çын ачисем пире çиеççĕ, хăйсем мĕн курасса пĕлмеççĕ. N. Мĕнтенех (в каком откошении) пит аван вара сан сĕллӳ? Шурăм-п. Эх, Петĕр, кĕçĕр мĕн курман пулĕ эпĕ, итлессӳ килет-и, каласа парам. Собр. † Леш айăккине юр çунă, ку айăккине мĕн пулнă; ах аппаçăм (çавă пур), качча кайма мĕн пулнă. N. Мĕн-пулса кяйĕ ĕнтĕ. Что будет уж. Баран. 120. Ем-ешĕл ешерсе ларакан йывăçĕ (картинное выделение из ряда деревьев) мĕн тăрать! N. Вăл мĕнтен пуйса кайнă (вилнĕ)? Икково. Мĕн пăруларĕ: тына-и, мăкăр-и? В. С. Разум. КЧП. Вĕсем хăйсем мĕн калассине каласа пĕтерсен, пирĕн Педтехникумра вĕренекенсем тапратрĕç калама. Тяптяево. Мĕн хăрамалла, кам пирĕн хыççăн килмелле? Чего нам бояться? Кто вслед за нами придет? (т. е. никто). Орау. Халь татти-сыпписĕр çăват те, унтан пĕр-ик-виç уйăх çăмăр пулмасан мĕн тумалла (как быть тогда). N. Унта мĕнсем сутаççĕ? N. Кĕсем мĕнсем? N. Мĕн калас-ха? N. Мĕн каласшăнччĕ-ха? N. Эсĕ мĕн ыратса выртатăн? Регули. 131. Вăлсен поплени мĕн пор онта. Ib. Мĕн вăлсам вăрманта шыранине эп килте топрăм. Ib. Мĕн шыраманнине топрăм. N. Эс мĕнне çухатрăн тата? N. Мĕнӳпе мухтанмаллăх пур сан. О сохр. здор. Çавăнпа ăна пирĕн пĕлес пулать; çынсем епле тата мĕнтен сивĕрен пăсăлса чирлеççĕ-ши? Ала. Мĕн тусан шыв тухат унта, тенĕ (в безводной стране). ЧС. Çынсем çавăнта пыраканĕ пĕри: ку мĕн те, ку мĕн? тесе, пĕри пĕринчен ыйтаççĕ. Чăв. й. пур. 26. Якку каланă: эпĕ мĕн пĕлекен çын? Бес. чув. 13. Эсĕ мĕн капла? Эпĕ сан çине пĕрре те çилленместĕп. Изамб. Т. † Туйăн илемĕсене, ай, мĕн кӳрет? Мĕн выляни-кулни, çав кӳрет (все, что веселит). Баран. 88. Асту-ха лерелле, мĕн хури курăнать унта? N. Мĕн ача турĕ: ывăл ача-и, хĕр ача-и? N. Мĕн пăру туса пачĕ? Утăм. Мĕн мура ямшăксем тытатăн? || Что (относит.). Сунт. Мĕн пулса мĕн килĕ ĕнтĕ. Тавай çул çине валли укçа тăвас. N. Мĕн пулсан та пулĕ, что будет, то будет. Синерь. Мĕн пулин пулĕ (что будет, то будет), ати хушмарĕ те, кайса пăхас-ха (попробую пойти). СТИК. Мĕн тесе-ха вăл пит час карĕ! Что ему вздумалось уехать так скоро. Ib. Ун пек чухне вара мĕн каласан та хĕрсем кăна калаççĕ кĕвве. СТИК. Мĕн каланă сăмах вырăнлă пултăр. Все, что сказано, пусть возымеет силу. Чебокс. Мĕн пулни пулать, кĕрес терĕм те. Коракыш. Эпĕ тăта мĕн пĕлеп! Я знаю еще одну вещь! Ст. Айб. Мĕн пасарин пасарĕ, шур пушăт йывăççи пасармасть. (Ĕне мăйракисем). ||Соответ. русск.: что бишь. С. Дув. Мĕн çук манăн: ĕнер пуснă такам пур, паян пуснă мĕнĕм пур. || В знач. вопрос. частицы, соответ. русск.: что ли ли. N. † Алăк ум вĕçĕнчи ват хурăн: кăçаллăха ларнă пулсан, пуртă витмĕ терĕр мĕн? N. Вăл вĕренме кĕчĕ-и мĕн? N. Вăл кайрĕ-и мĕн? Вăл кайрĕ-им, кайрим? || Что за, какой. СТИК. Паян мĕн пăраçник? Какой сегодня праздник? (простой вопрос). Ib. Паян мĕн пăраçникĕ! Какой еще сегодня праздник! (отрицание и удивление). Толст. Ку мĕн сасси? Что это за шум? Пшкрт: шоj ҕэ̆рмӓ сиβэ̆ полы̆;— мэ̆н сиппм? (или: мэ̆нӓшкӓл сирβэ?),— нимдӓ сиβэ̆ мар’. Регули. 935. Мĕн ĕç он? Мĕн кон килĕ. Ib. 934. Эс кам конта? Эс мĕн çын конта? Ib. Эп тытрăм полсан, сан мĕн ĕç? N. Кĕсем мĕн япаласем? Это что за вещи? Синерь. Эпĕр сута каятпăр тенĕ? — Мĕн сутне (на какой суд)? тенĕ. Орау. Мĕн мĕнĕ тата? Что еще за „что“. N. Хутаçра пĕр виçĕ тенкĕ укçа пулас пулатьчĕ-ха. — Мĕн виç тенки пур унта? Орау. Мĕн вăййи вăл? Что за игра? Ib. Мĕн вăййи вăл! Пĕрне пĕри кӳп те кӳп тутараççĕ. Качал. Яхуне çырмине çитрĕм те, тăкăнчĕ карĕ: мĕн сăян? — Какуй сăян, пухрăм та çур пăт пулчĕ. N. Мĕн çăнăхĕ? Мука из какого жита? Ст. Чек. Анне, улма пур-и? — Эй, ухмах! Мĕн улми унта тата! Ib. Мĕн сивви; мĕн нумайĕ мĕн кунта (какое...). Ib. Мĕн аван япала пăссăрĕ (= пăсрĕ)! Средн. Алг. Хурану пĕчĕкçĕ пуль? — Мĕн пĕчĕкçине калан, пĕр кӳлĕ шыв çитмест. АПП. Упа, çак кашкăра тыт, тенĕ. Упа каланă: ăна тытма мĕн ĕçĕм пур. Чуратч. Ц. Кирĕк епле чире çаклансан, вăсем шухăшлаççĕ: мĕн турри çиленчĕ-ши? теççĕ. Сунчел. Качаки каланă: ăна çиме мĕн ĕç пур (= мĕне кирлĕ). Сред. Юм. Мĕн хыпар пôр-ха, или: мĕн сас-хôра пôр? Что нового? Ib. Мĕн çынни, мĕн арчи, мĕн кĕнеки. Ib. Эп выллянинче сан мĕн ĕç пор. В том, что я играю, тебе (вам) какое дело. Ст. Янсит. Вĕсене эпĕ акă мĕн ĕçре час-часах пулăшрăм. Янтик. Мĕн япала ку сан? Якейк. † Он çиленме мĕн ĕç пор, он пыççине çыхмаспăр. N. † Ял варĕнчи сăрлă юпи мĕн нушташăн ларать-ши, аттен хĕрĕ-сарă хĕрĕ, мĕн нушташăн çуралнă-ши? П. Пинер. † Алкумĕнчи улма йывăççин улми пулманни мĕн усси. || Как. Çĕнтерчĕ. 54. Ех! мĕн савăнса пурăнмасть çав Якур. Ib. 52. Ах, мĕн савăнса çӳремеççĕ çав ачасем! || Зачем, почему, по какой причине. Çĕнтерчĕ. 19. Мĕн янрашатăр эсир паян? Орау. Мĕн юпа пек тăран, кил кунта. Ib. Мĕн мĕреленсе (= наянланса) пыран, ут хăтăрах. (Идет вяло, тихо). Юрк. Ку укçăсене мĕн хам алăра тытса тăрам. N. Тавăрнса, мĕн апая ятлаçтарса порнас? || Сколько, почем. Бр. п. водку 8. Анчах уншăн сăмаххи сăмаххийĕ мĕн тăрать. Но как он дорого ценит каждое свое слово! (т. е. он не разговорчив). Баран. 226. Мĕн çӳрес пеккине çӳресе пĕтереççĕ те, пусма тăрăх улăхса çӳлелле тухма пуçлаççĕ. N. Эй мăнтарăн Прăски, мĕн салтак усатрĕ. N. Мĕне илтĕн, почем купил. Трхбл. Мĕн сысна чике-чике пĕтерчĕç, мĕн чăхă пуса-пуса çирĕç. Регули 939. Мĕне патăн? — Сома патăм. N. Пасартан килсен, пĕр кӳрши ун патне пырать, тет те: ырашна мĕне (почем) сутрăн? тесе, ыйтат, тет. Юрк. Сирĕн тухйăр кĕмĕллĕ: мĕне тăрат кĕмĕлĕ? Сред. Юм. Мĕн ĕмĕр порнатăн (долго находился, когда как обещался прийти скоро). N. Лашасене мĕн кайнă таран ятăмăр. N. Мĕн сахал тесен те, 500 тенкĕ кирлĕ. Панклеи. Ачан мĕн пырнăçемĕн çол хĕсĕнсех пырать. Чем дальше идет, тем... Н. Лебеж. † Мĕн вăрăм-хывлăшă м, ай, кĕскелчĕ. Бел. Гора. † Мулла мечĕтĕ мĕн çӳл мечĕт. || Весь. Альш. Çапла мĕн ĕмĕрне чăвашран ирттереç, авланма каяç те, кил курма çӳреç (портные). N. Этем мĕн пурăнас кун-çулăн хисепĕ çук. Чхĕйп. Чăвашсен мĕн пĕлнĕ ĕçĕте ак çакă анчах пулнă (вот все то, что они знали. Далее идет пер ечисление того, что они знали или умели). || Иногда переводится сл. каждый. N. Кукша мĕн хупараканне (каждого, который влезал касса пăрахат, тет. Çапла пурне те касса пĕтерчĕ, тет. Панклеи. Хĕр вăрă-хорахсен хĕçсене илсе мĕн кĕрнĕ вăрă-хорах поçне касса тăнă. Чхĕйп. Вара унта ĕçме-çима мĕн пыракан пурте çапла асăннă (поминали). N. Мĕн турттарса пынă ăлава çавăнтах тăкаççĕ те, салагса пĕтĕреççĕ. N. Мĕн пынă çын çавăнтах ĕçлеме тытăнать. Коракыш. Манăн лашасем селĕм пултăрччĕ, эпĕ вара мĕн çул çӳрекенсене ĕçе-ĕçе хăварăтăм. || Иногда употребл, в знач. самый. Альш. † Çак юрăсене юрлама мĕн кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. Акă кăçал каллах мĕн çуркуннеренпе çумăр çумасть. N. Мĕн пĕчикçĕренех. Сборн. по мед. Мĕн халичченех. N. Якурпа шăллĕ мĕн каç пуличченех ĕçлерĕç. Кубня. † Эпĕр мĕн кĕçĕнтен туспала, пире çын çимесĕр мĕн тутăр. Ал. цв. 20. Вăл мĕн пурăннăçемĕн шурă мăрамăртан тунă пӳлĕме час-час çӳрет, хăй хуçине лайăх сăмахсем калать. || Оказывается. Т. VII. Ах турă, атте! пылпа кулачĕ пит тутлă мĕн. N. Эсĕ пит усал çын-мĕн. Ачач 71. Хăшпĕр юратнă çынсем, тантăшсем пулмасассăн, чăнахах та Тимуш пӳртрех лармалла мĕн. ЧС. Вăл çуртсем çунас та çук мĕн те, насус час килеймен. Сятра. Вăл чоашла лайăх пĕлет мĕн. Толст. Вăл иккĕре анчах пулнă, утма та тин анчах вĕреннĕ мĕн. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. Якейк. Çораличчен çоралманни лайăх мĕн. Урмай. Чипер мĕн те, аки мар, хӳри пур та, шăши мар. (Çарăк). N. Иçăм çырли пахчинче çырла пиçсе ларнă мĕн. N. Юман çинчен пĕр çăхан çапла калать мĕн кăна. N. Пирĕн пуçран нуша иртиччен выртаяс мĕн аннен кăкăринче. НАК. Çавна курсассăн, эпĕ леш йытă чăнахах усал пулнă мĕн-ĕç, терем. Увидев это, я подумал, видно, эта собака была на самом деле нечистый дух. N. Шăналăкра сакăр хĕр, саккăрĕш те сарă мĕн, эпĕ илесси хура мĕн. Орау. Паян пасарта хăма йӳн пулнă, тит. Ăна пĕлнĕ пулсан, пасара каяс мĕн паян. Сборн. по мед. Эх, пулать мĕн çын та: хĕп-хĕрлĕ, нар пек, çапçутă сăн-сăпатлă, вырăс пек. Ну и бывают же люди, румяный как „яблоко“, белый как русский. М. Васильев. Лашисене хайхисем çаран çине яраç те, канма выртаç мĕн хăйсем. Н. Лебеж. † Ешĕл хырă çинче чăпар кукă (кукушка) ян ярать-çке мĕн аслă вăрмана, янра юлат мĕн аслă вăрманĕ. Б. Хирлепы. † Атте ывăль пуличчен шăмат кĕпçи пулас мĕн, пĕр хĕр татса çитăр мĕн. Кан. Ку вăрсене (семена) пирĕн те туянмаллаччĕ мĕн. Лашм. † Тăшмансем килессе пĕлнĕ пулсан, хываяс мĕн (кĕпер) çатăркаран, пусмассерен путса антăр мĕн. N. Йăваланса тăрсассăн, ну чавать мĕн тымарне. Изамб. Т. Упаç: масар çине шыв сапас, тет мĕн. || Употребл. для выражения обобщения. См. Оп. иссл. чув. синт. I. Истор. Арçынни-хĕрарăмĕ мĕнĕпех юланутпа çӳреме лайăх вĕреннĕ. N. Ăшăк сухаланă çĕрте вăйлă çăмăр çусассăнах, шăтса тухман тырра çерем мĕннипех юхтарса каять. Латыш. Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать Никит. Арчă мĕнсене эпĕ сотса ятăм. N. Эй атту мĕнĕ, ахалех тăхăнтăм, çăпата сырас мен. Байгеева. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Чăв. й. пур. 9°. Пухура мĕн те çынсем тепле вăрçа пуçласан та, тӳпелеше пуç ласан та, вăл Микка, унта пулсан, çапах чарнă. Регули 162. Çав кĕпе ĕçлени мĕнĕпе (мĕнпеле) виç сом тăрать. НИП. Хурăнташсем мĕнсем. Альш. Çисен мĕн тусан хĕрсем çурçĕр вăхăтнелле килĕсене таврăнаççĕ. Ib. Тепĕр кун пек, мĕн пек иртсен, каллех хулана тырă тиеççĕ. Шурăм-п. Килях малалла ирт, тесси мĕнни пулмарĕ. N. Вĕт çăмар мар, мĕн те мар, хура халăх куççулĕ. Ала 86°. Тепĕрне (сосну) тăпăлтарса кăларчĕ, тет те, тепĕр çур хули мĕнĕпе ывăтса ячĕ, тет. Чăв. й. пур. 16. Çав Пайтукан хăй патне пупсем мĕнсем пырсан, е пĕр-пĕр вырăс мĕн пырсан, хăй туха-туха тарса арăмне: епле те пулин калаçкаласа ăсат, тесе, хуша-хуша хăварнă. N. Эй анне, епле каяс вутă касма: манăн лаша та çук, мĕн те çук. Юрк. Çапла пайтахчен ĕçсен, хăй татах ӳсĕр те пулат, мĕн те пулат (и пьяным бывает и пр.). Ib. Пуян çын хĕрне илес тесен, авă çавăнне илĕпĕр; епле хĕрне курнă мĕн пур-и? Ib. † Пӳртĕмĕрсем шурă, саккăмăрсем сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ, пушă та юлĕ, мĕн те пулĕ, кĕре-кĕрсем тулли чш (= шăп) пулĕ. Ib. Каласа пăхасси мĕнĕ, эсир тăрăшăр. Что, что вы поговорите — вы постарайтесь (т. е. не ограничивайтесь одними разговорами с кем-то, а действительно постарайтесь). Ib. Мĕнпе тӳрлетесси мĕн, эрехпех тӳрлететĕп, тет. Сам. 60. Пĕтрĕм эп те... пурнăç путрĕ, уяхран мĕн ӳк те вил!.. Орау. Лаша пăхма мĕн кайсан, йĕвенне ан çухат; тен кунта хăваратни. Ib. Вăл пĕр вăтăр пиллĕке мĕнелле çитнĕ пулĕ ĕнтĕ. Байгеево. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Никит. Чăнахах ĕнтĕ морĕ (мор) килес мĕн пулсан нăмайĕшĕн выльăхсене вĕлерсе тухса кать-çке (= каять-çке). Ib. Сборн. по мед. Ялта урама пӳрт çумне мĕне, урам варрине юпа çумне мĕне. Сред. Юм. Канлĕ вăхăт таврашнелле мĕнелле килсе çапăн эс кôнталла (наведайся). Сам. 30. Этем çке мĕн эп те! терĕ вăл хăйне. N. Мĕн тăвасси мĕнĕ (что делать-то мне), акă? вĕрен явса çак пĕтĕм кӳле çакса вĕретес тесе калатăп. N. Вăл хăйăр тĕмисем çинче курăк мĕн нимĕн те ӳсмест пулĕ çав, терĕм эпĕ. Мĕн курăк ӳсессине калатăн (т. е. какой тут расти траве, ничего не растет).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

биться

глаг. несов.
1. с кем (син. сражаться, воевать) çапăç, вăрç, тытăç; биться храбро хастаррăн çапăç
2. 1 и 2 л. не употр. (син. разбиваться) ван, çĕмрĕл, аркан; эта посуда не бьётся ку савăт-сапа ванмасть
3. обо что (син. ударяться, колотиться) çапăн; çапкалан, тапкалан, тапăлтат; волны бьются о берег хумсем çырана пырса çапăнаççĕ; птица бьётся в клетке кайак читлĕхре тапăлтатать
4. над чем, с кем-чем (син. добиваться, стараться) тăрăш, тăрмаш, хăтлан; биться над решением задачи задачăна шутлама тăрăш

больно

нареч. и в знач. сказ.
1. ыратмалла, ыраттармалла; больно удариться çапăнса ыраттар, ыратмалла çапăн
2. (син. обидно, неприятно) пăшăрханмалла, тарăхмалла; больно за друга тусшăн пăшăрханмалла; больно слышать это куна илтсе тарăхмалла

веник

сущ.муж.
милĕк; берёзовый веник хурăн милĕкĕ; париться в бане веником мунчара милĕкпе çапăн

наткнуться

глаг. сов.
тăрăн, çапăн, пырса тăрăн, пырса перĕн; наткнуться на столб юпана пырса çапăн

о

об, обо предлог
1. с вин. п., указывает на соприкосновение с чем-н. çине; -а (-е), -на (-не); -ран (-рен), -тан (-тен); удариться о столб юпана пырса çапăн; опереться о стол сĕтел çине таян
2. с предл. п., указывает на объект действия çинчен, пирки; -шăн (-шĕн); говорить о новой книге çĕнĕ кĕнеке çинчен калаç; Обо мне не беспокойтесь! Маншăн ан пăшăрханăр!

париться

глаг. несов.
çапăн (мунчара); париться берёзовыми вениками хурăн милĕкĕпе çапăн

удариться

глаг. сов.
1. çапăн, перĕн, тăрăн; удариться о стену стенана пырса çапăн
2. во что или с неопр. ф. (син. начать) пуçла, тытăн; удариться в бегство тара пар

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

хлестать

, -щу кого, что несов., хлестнуть однокр. 1. çап, пушăпа çап, хулăпа çап (лашана); 2. пырса çапăн, кас, çап; волны в судно хлещут хумсем кимме пырса çапăнаççĕ; ветер хлестал в лицо çил пите касатчĕ (çапатчĕ).

хлопнуться

сов., хлопнуться однокр. 1. лаплатса ӳк, шаплатса ӳк. 2. пырса çапăн (ăлăка).

удариться

-рюсь сов. ударяться, -яюсь несов. 1. çапăн, перĕн, вăрăн; ударился головой о столб пуçпа юпана пырса çапăнтăм; 2. пырса тив (пуля стенана).

ушибиться

-бусь, -бёшься сов., ушибаться несов. çапăн, аман, ыраттар, сусăрлан.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

бахнуться

сов. и однокр. разг. шаплат, кĕрслет, çапăн.

биться

несов. 1. с кем-чем çапăç; биться на смерть вилмеллех çапăç; 2. обо что çапăн; волны бьются о берег хумсем çырана çапăнаççĕ; 3. (метаться) тапăлтат, çатăлтат; птица бьётся в клетке читлĕхре кайăк тапăлтатать; 4. (трепетать, содрогаться) турткалан, чĕтре; биться в истерике пăлханнипе сиксĕ чĕтре; 5. над чем, с кем-чем и без доп., перен. тăрăш, тăрмаш, хăтлан; биться над задачей задача шутлас тесе тăрмаш; 6. (пульсировать) тап, сик; сердце бьётся чĕре тапать; 7. (разбиваться) ванса кай, çĕмĕрĕлсе кай; биться как рыба об лёд пăр çинчи пулă пек çатăлтат (ним шанчăксăр); биться об заклад ал çапса тупăш.

болтаться

несов. 1. разг. (о жидкостях) чӳхен, шăмпăлтат; (о твёрдых телах) силлен, çапкалан, суллан, енчен-енне йăван (е çапăн); пустые ящики болтались в кузове кузовра пуш ещĕксем силленсе пынă; 2. (качаться о висячем) çакăнса тăр, сулланса (е силленсе) тăр; çапкаланса пыр; на боку у него болталась сумка айккинче унăн сумка çапкаланса пынă; 3. прост. сулланса (е çапкаланçа) çӳре; где вы болтались? ăçта сулланса çӳренĕ эсир?

выпариться

сов. 1. (очиститься паром) пиç, вĕрилен; 2. (превратиться в пар) пăсланса пĕт, пăса тух; 3. разг. (в бане) çапăн (милĕкпе).

запариться

сов. разг. 1. пул, пулса çит, шăршăн; кадка запарилась катка шăршăнчĕ; 2. прост. (в бане) халтан кайиччен çапăн, пĕлми пуличчен çапăн (мунчара) , 3. прост, (сильно устать) ăшша пиç, халтан кай, чăм шыва ӳк.

колотиться

несов. 1. разг. (биться, ударяться) çапăн, шаклат, шакка; 2. (о серд­це) тап, сик.

набежать

сов. на кого-что 1. (наскочить) пырса çапăн (е перĕн, тăрăн); 2. на что (закрыть собой) хупласа ларт; на солнце набежало облако хĕвеле пĕлĕт хупласа лартрĕ; 3. разг. (сбежаться) пырса тул; набежала детвора ачасем пырса тулчĕç; ◇ набежали проценты процент пухăнса пынă (е ӳснĕ).

наехать

сов. 1. на кого-что (натолкнуться) пырса кĕр (е çапăн); наехать на столб юпана пырса çапăн; 2. разе, (приехать в большом количестве) килсе (е пырса) тул; наехало много гостей хăнасем нумай килсе (е пырса) тулнă.

налететь

сов. 1. на кого-что (напасть, атаковать с воздуха) (вĕçсе пырса) тапăн, сиксе ӳк; коршун налетел на цыплёнка хурчка чĕппе тапăннă; 2. на кого-что, перен. разг. (натолкнуться) пырса çапăн (е тăрăн, тирĕн), сасартăк тĕл пул; налететь на столб юпа çумне пырса çапăн; 3. (пронестисьо ветре) сасартăк пырса (е çитсе, килсе) çап, килсе çит; налетел ураган çил-тăвăл сасартăк пырса çапрĕ; 4. (прилететь в большом количестве) вĕçсе килсе тул, хупласа ил; 5. (осесть тонким слоем) вĕçсе ларса тул (тусан, çӳп-çап).

напариться

сов. разг. тăраниччен (е çителĕклĕ) çапăн, çапăнса тăран.

наплыть

сов. 1. на кого-что (плывя, наткнуться) тăрăн, çапăн (ишса пырса), кĕрсе кай, пырса кĕр (ишсе); 2. (скопиться во множестве) юхса тул (е каплан), анса тул.

наползти

сов. 1. разг. на кого-что упаленсе пырса перĕн (е çапăн, тăрăн); 2. (заползти во множестве) кĕрсе тул; муравьи наползли в комнату кăткăсем пӳлĕме кĕрсе тулнă.

наскочить

сов. 1. на кого-что. (натолкнуться) пырса тăрăн (е çапăн, тух, кĕр); наскочить на мину мина çине пырса тăрăн; 2. (напасть) сиксе ӳк (е лар); 3. перен. разг. (наброситься с упрёками) тăрăн, сиксе лар.

наткнуться

сов. 1. на что (наскочить на острое) пырса тăрăн (е тирĕн); наткнуться на штык штык çине пырса тăрăн; 2. на кого-что (неожиданно натолкнуться) пырса перĕн (е çапăн, тăрăн); наткнуться на столб юпа çумне пырса çапăн; 3. на кого-что, разг. (встретить) кĕтмен çĕртен кур (е тĕл пул), пырса тух; наткнуться на следы зайца мулкач, йĕрĕ çине пырса тух.

о

предлог. 1. с вин. п. (при обозначении соприкосновения, столкновения одного предмета с другим) çине, ⸗а [⸗е], ⸗на [⸗не], ⸗ран [⸗рен], ⸗тан [⸗тен]; опереться о стол сĕтел çине тайăн; удариться о камень чул çине çапăн; споткнуться о порог пусакран такан; 2. с предл. п. (при указании на лицо или предмет, на которые направлены мысль, речь, чувство) çинчен, пирки; ⸗шăн [⸗шĕн]; речь идёт о тебе сăмах сан çинчен пырать; мечтать о поездке каясси çинчен шухăшла; заботиться о детях ачасемшĕн тăрăш; 3. с предл. п., уст. (при обозначении числа однородных частей) ⸗лă [⸗лĕ]; стол о трёх ножках виç ураллă сĕтел; ◇ бок о бок çума-çумăн, юнашарах; рука об руку килĕштерсе, çураçуллă.

париться

несов. 1. (вариться на пару) пыллан, пăспа пиç; 2. (очищаться паром) пиç, вĕрилен, вĕре; 3. (в бане) çапăн (мунчара); 4. разг. (потеть) ăшша пиç, пиçсе лар; париться в шубе кĕрĕкпе ăшша пиç.

печататься

несов. пичетлен, çапăн, тух, тухса тăр, пичетленсе тух.

полок

м. (в бане) лапка, мунча лапки; париться на полке лапка çинче çапăн.

попариться

сов. çапăн.

похлестать

сов. чем и без доп. çапкала, тиверткеле; похлестать себя веником милĕкпе çапăн; дождь похлестал и перестал çумăр тăкса илчĕ те чарăнчĕ.

пропариться

сов. 1. хĕр, пиç, пăшăхлан, вĕрилен, пăслан; 2. (в бане) çапăн (пĕр хушă).

распариться

сов. 1. (размягчиться под действием пара) вĕрилен, пиçсе çемçел, çемçелсе кай; горох распарился пăрçа пиçсе çемçелнĕ; 2. разг. (разогреться до пота) тарла, тарласа кай; ытлашши çапăн.

столкнуться

с кем-чем, чем и без доп. 1. (наткнуться друг на друга) çапăн, хире-хирĕç (е пĕр-пĕрне) пырса çапăн, тĕл пул; льдины столкнулись пăрсем пĕр-пĕрне пырса çапăнчĕç; 2. с кем-чем, перен. (вступить в конфликт) хирĕç, хирĕçсе кай, урлă пул; 3. с кем (неожиданно встретиться) ăнсăртран (е кĕтмен çĕртен) хирĕç пул, тĕл пул; 4. с чем, перен. (испытать, познакомиться с чем-л.) тĕл пул, куркала, тӳс; столкнуться с трудностями йывăрлăхсем куркала; 5. с кем-чем (вступить в стычку, в бой) тытăçса ӳк, çыхланса ӳк, хире-хирĕç пул.

стукнуться

сов. çапăн, пырса çапăн; стукнуться лбом çамкапа çапăн.

сфотографироваться

сов. ӳкерĕн, çапăн, карточка ӳкерттер.

сшибиться

сов. разг. (столкнуться) çапăн, пырса çапăн; сшибиться лбами çамкапа çамка çапăн.

трахнуться

сов. и однокр. разг. (упасть с шумом) кĕрслетсе ӳк, татăлса ан, шаплат, лаплат; 2. (сильно удариться) çапăн.

удариться

сов. 1. обо что (ушибиться) çапăн, пырса çапăн; удариться головой пуçпа пырса çапăн; 2. во что перĕн, тив, пырса тив; пуля ударилась о стену пуля стенана пырса тиврĕ; 3. во что, перен. разг. пуçла, тытăн; удариться в слёзы макăрма тытăн.

ушибиться

сов. ыраттар, çапăн, çапăнса кăвакарт.

фотографироваться

несов. ӳкерĕн, çапăн.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

çапăн

1. «удариться о что-л.»; 2. «париться в бане», «хлестать себя веником»; казах. буға шабын, тат., кирг. чабын, башк. сабын «париться (в бане)». От çan (см.).

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Икĕ аллуна шарт! çап

Икĕ (ик) аллуна шарт! çап всплеснуть [сплеснуть] руками.
Ах, атте те, ах, анне, эпĕ тухса кайсассăн, ик аллуна шарт! çапăн. Чăваш халăх юррисем.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

ахрăмлан

ç.с. 1. Ахрăм пул, ян кайса çапăн (сасă пирки). Вăл [пӳлĕм], пĕчĕкскер, сасса пăчлантарать..., памасть ăна ахрăмланса янăрама вуçех. А.Галкин //К-н, 1991, 3 /, 10 с. 2. Йĕр хăвар; ӳкерĕн, йĕрлен. Ашшĕ [Михетер] ... усал вăя вăратрĕ, усалĕ вара ахрăмлана-ахрăмлана кайрĕ, Нарспийĕ упăшкине вĕлерчĕ, ... вăр-хурах тĕнчи Сетнер пуçне çирĕ. Г.Федоров, 1996, 55 с. Тĕнче хĕрне чĕнет Огинский полонезĕ, асаплă чунăмра тасан ахрăмланса. ЧХ, 2000, 34 /, 5 с.

Çавăн пекех пăхăр:

çапăçу çапăлан çапăллă Çапăллă кӳлли « çапăн » çапăнкала çапăнтар çапăр çапа Çапак

çапăн
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150