çи
(-с’и), есть, кушать. КС. † Ма çияс мар, ма ĕçес мар, тăван-çи патне килнĕ чух. N. Чирлĕ çын апат çийи-çими пурăннипе пит вăйсăрланать. Альш. † Атте-анне, пирĕншĕн ан йĕрĕр, пирĕн çиес çăкăр кунта çук. Ib. Çими тунă-и мĕн сана? N. Йыт çитăр кам! Чтобы вам пусто было! (Говорит человек, которому все не дают сосредоточиться на работе). Изамб. Т. Кăнтăрла усем уйран çине çăкăр тураса çинĕ. Ib. Хăта çи-ха, çи-ха! Халь те пит хытă çие-тĕп. Хăна аллине тыттарса: çи-ха! курма лартман, çиме лартнă, теççĕ, Ст. Ганьк. † Хура вăрман хухине эп çимесĕр кам çийĕ? (Эп çимесĕр — кроме меня, кто будет есть — эпĕ ĕнтĕ ăна çиекен). N. Эсĕ апат ăçта çиес тетĕн? Где ты будешь столоваться? Эсĕ паян апат çта çиен? Торп-к. Çийин — çийĕ, çимасан — юлăн. Если она сьест тебя, то сьест, а не сьест — так жив останешься. Имен. Сами варне çитсен, кашкăрсем тохрĕç те, лашана çия поçларĕç. Юрк. Малтан, çиес уммĕн эрехне черкки çине тултарнă чухне, кăшт кăна тултараш пек пулса еррипен кăна тултара пуçлат. Ib. Çинĕ çемĕн çиес килсе тăрат. Ib. Анне, эпĕ сана темĕн чухлĕ пăрçа çирĕн-тĕр, тесе шухăшлаттăм. Ib. Çиекен пӳлĕме кĕрсен, ку та сĕтел çинчи çимĕçсене пиллесе илсен, тытăнат ларса ĕçсе çиме. Орау. Апат çимĕш пулса ларать. Притворяется, будто не хочет есть. Ib. Çия-çия чупать, таçта васкать ку. Ib. Çиса тăрансан, нӳхрепе леçтермеллеччĕ, кирлĕ чухне исе килтермеллеччĕ, вара пăсăлмастьчĕ. Регули 560. Манăн çияс килет. Ib. 246. Виç кон çимантан ырханланса кайрĕ. Ib. 802. Çималли пор пирĕн. Ib. 15. Ик кон çимасăр порăннăччĕ. N. Çиес килменçи пулать тата! Букв. 1904. Манăн тата ытларах çиесси килсе кайрĕ. ФТТ. Çинĕ çĕре пырса кĕрсен, хунямăш пуласси ăна юратмасть, усал сунать, теççĕ. N. Çапла çине-çине çие-çие ку тарçи мăй таранчченех çисе тăрансан... N. Çиессĕм килес пулсан та, санран ыйтмăп. ТММ. Çиекенни пĕлмест, тураканни пĕлет! (Çиекенни пĕлмест, укçа тытаканни пĕлет). Янтик. Эс ытла снаях çие тăран (то-и-дело ешь), никçан та хырăм выçмас пуль сан. Ст. Чек. Çиме пире пулăшакан тесен, шуйттан та: мана та чĕнеççĕ, тесе хĕпĕртесе çиме пырать, тет. N. Пĕр эрне çиман пек. Словно неделю не ел. Хăр. Паль,. 30. Кашкăр çиессинччĕ! Сĕт-к. Çийимичченех çирăм. Я наелся до отвала. N. Паян çинĕ, ыран çимен. (Говорят о живущем впроголодь). N. Эп укçа илместĕп, çималах пурăнатăп (из-за хлеба буду жить), кĕлемей. С. Айб. † Шăмак кĕпçи çимелĕх, çăвар тути ямалăх. Сунт. Çимелли кунсем нумай малалла. Çутт. 152. Çапла чип-чипер çӳрекен ача йăт çĕмĕрчĕ çинĕшĕнех вилнĕ. Кан. Çавăн çинчен апат çие-çиех аттесене каласа пама пуçланăччĕ (начал было). Утăм. Çиес пулатьчĕ, ма çимерĕн? (Говорят гостю). Халапсем 14. Ку, выçнăскер, пĕр çăкăрне пĕре çийӳçĕм чысти çисе ярать. ТХКА 5З. Ларса çийĕр-ха пăртак. Ib. 5З. Купăста пурччĕ. Тăварланă купăстапа çитерем-ха сире, тет. || Грызть. К.-Кушки. Шăши çăкăр ăшне çисе кĕрсе кайнă. Мышь въелась в хлеб, т. е. проела в нем такую дыру, что и сама ушла в нее. || Сосать. N. Анне, эпĕ санăн кăкăр сĕтне çисе ӳсрĕм. Трхбл. Ача чĕчĕ çиет. Ребенок сосет грудь. || Промывать (берега). N. Шыв кукăрĕсенче шыв кĕрлесе тăрать те, вара çырана таçта çитех темĕн тăрăшшĕ çисе каять. N. Ванданкă ĕнтĕ тӳрех юхать, çыран мĕн çимест. Епир çур. çĕршыв 26. Вăл çурт, çурхи шыв çырана çисе пынă пирки, ишĕлсе аннă. || Протирать, изнашивать. Самар. † Аслă çул çийĕсем тумхахлă, ырă ут чĕрнисене çав çиет. Бугурус. † Пушмак тĕпне чул çиет. || Раздражать. Шел. 70. Хĕвел шевли... куç çутине çисе тăрать. N. Эсĕ унăн куçне ватпа сĕр, вăл куçне çинине сиссе шăлса илĕ те, шурă илни кайса сана курĕ. Орау. Чӳречене кар халĕ, хĕвел çути куçа çиять (в глаза светит). Кан. Кĕрхи сивĕ çил, курăнмасăр пит-куçа çисе, çурçĕр енчен кăнтăрланалла вĕçет. Кан. Куçа çиекен сарă чечексем ырă кун сунаççĕ пуçсене тайса. КС. Тĕтĕм куçа çиет. || Чесаться. КС. Çан-çорăм çиять, мулча кайса кĕрес-ха. Кан. Таса мар, хура, тарлă кĕпе-йĕм ӳте çиса, паçăр каланă пек, пăсма пултарать. Шибач. Каç выртма çитрĕ (на ночлег) те, хоçи майри калать: санăн, тет, отнă çын, тет, çӳренĕ çын, тет, санăн çан-çорăм çать полĕ, тет. Верно, тет, çать, тет, тем пекчĕ кĕрес, тет, мольчана, тет. || Делать боль сердцу. N. Нумай ман чĕрене çирĕн. || Испытывать, получать побои. N. Ай-хай çамрăк пуçăм, çинçе пӳçĕм, хăш хулара патак çийĕ-ши? КС. Паян чышкăсам çикаларĕ, курăнать, вăл. Сред. Юм. Кашни кон патак çиет. Каждый день получает побои. N. Çын патакне çиесси хырăмра уласа тăнинчен те йывăр, курăнать, çав. N. Ача-пăчаран патак çиме мар, йывăртарах сăмах илтме те пит хĕн. || Какое-то действие в игре касакла. Торп-к. Çичĕ хутчен тытимасан касакне çияççĕ. Çинĕ чухне ун çине сурса пĕтереççĕ (в игре касакла). || Забирать, захватывать, запахивать (межу). Орау. Йăрана çиса, анана пĕтĕмпех ансăрлатса хăварчĕ, çĕр çăхань! Пăх-ха, ун мĕн сарлакĕш те, ман мĕн сарлакĕш? || Пользоваться (чем), получать доход (от чего). N. Шалу çиçе пурăнать. Получает жалованье. N. Пĕччен виçĕ ят çисе порнат. Якейк. Шеремет анине воник çол çиса порăнтăм; тохса карĕ, ним тума та çок. КС. Хăйсем темиçе çĕр теçеттин çĕр çисе пурăнаççĕ. Сред. Юм. Пенçи çисе порнат. N. Çĕр çисе тăракан улпут, помещик. || Уничтожать. О сохр. здор. Çав тĕтĕрни ерекен чирсене унта пĕтĕмпе çисе пĕтерет. N. Пуринчен ытла юра çил çисе ярать. || Точить (о черви). Ст. Ганьк. Сар каччăн шăлне çăварне хăçан та хăçан хурт çирĕ, инкек çирĕ, çавăн чухне инкек çитĕр, хурт çитĕр. || Губить, погубить (человека). N. Пуринчен ытла хресченсене çĕр сахалли, çĕр вакланса пĕтни çиет. Ск. и пред. чув. 96. Ы-ых, Сетнер, астăвăн: манăн хĕре эс çирĕн! БАБ. Ах! хур турăр эсир: мана та пĕтертĕр, хăр пуçăра та çирĕр. N. Хĕрарăмсемпе явăçса çӳресен, ху пуçна та ху çийĕн! N. Вăл хĕрарăмсем хыççăн кайса хăй пуçне çинĕ. || Есть, бранить, ругать. Истор. Çавăнпа Дмитрий ӳтне куçарттарсан та, халăх ăна çиме чарăнман. || Одолевать (о горе). Сред. Юм. N. Ашшĕ-амăшĕ Ванюка урăх хĕре çураçрĕç, ирĕксĕрлесе çураçрĕç... Хуйхă çирĕ Ванюка. || Дышать (чем), вдыхать. Кан. Çĕрĕпе тусанлă сывлăш çисе выртаççĕ (дышат пыльным воздухом). || Жадно глядеть. Алших. † Алших хĕрĕ тиейса, куçпа çисе ан ярăр. ЧП. Хĕрлĕ улма тиейсе, хыпса çăтса ан ярăр; Аксу хĕрĕ тиейсе, куçпа çисе ан ярăр. Тăв. З. Туйипе куçа çисе тăракан сакăр кĕтеслĕ аттине çат-çат! çатăлттарать. || Пастись. Н. Карм. † Кăвак лашасене те çиме ярсан, анкарти пĕр хыçĕнчи çулпа яр. (Çиме яр — также: подпусти к корму). N. Вăкăрусем акараччĕ, ашакусем вăсем патĕнче çисе çӳретчĕç. Регули 682. Утсене çималли корăк пор конта. || Сплетничать, хаять, осуждать. N. † Хĕр çинчен хĕр çиекен хăй те каччă аллинче. N. Çисе çӳрет. Чăв. к. Ай-хай пуççăм, çамрăк пуççăм, çын çименни юлмарĕ. N. Чĕлхене çыртсан, çын çиет, теççĕ. N. Мана çисе мухтанакансем намăса юлса çын кулли пулччăр. Сред. Юм. Мана çиеççĕ. Про меня говорят дурное. Михайлов. † Килхушшинчи ват юман, пур кил кайăк ун çинче; пӳрте кĕтĕм — ман çинче, мана çиман çынĕ çук. Ст. Шаймурз. Çиекен çынсем тек çиччĕр, ӳт пĕтсен те, чун юлĕ. N. Çын çинине, пур хуйăха ура айне таптăпăр.
таякăн
неизв. сл. N. Так-так таякăн, таякăнтан пуякăн, сар алтăрпа пыл йӳçет, ăна ĕçмесĕр каяс çук; хуран тулли хур пиçет, ăна çимесĕр каяс çук.
татăклă
(-лы̆), имеющий куски, части и т. п. Моштауши. Ял икĕ татăклă: пĕр татăкĕ çырмин сылтăм енче, тепĕр татăкĕ çырмин сулахай енче ларать. Шемшер. † Аннен кăмаки шор кăмака, татăклă çăкăр пĕçерет, ăна çимесĕр кассăм (= каяссăм) çок. || Определенный, точный. N. Анчах епле тусан хăйне аван пулнине вăл ытти çынсем мĕнле тăвассине пĕлсен анчах хăйĕн татăклă сăмахне калама пултарĕ. || Решительно, определенно. Кан. Тавăрăнма шутламанни çинчен татăклах каланă. N. Луччĕ татăклă çырса ярас пулать (решительно). КС. Ĕçе татăклă ту (решить или устроить покончить дело с ясностью и определенностью). N. Çак пысăк ĕçе тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшласа, татăклă туса пама (для того чтобы окончательно решить) татах вăхăт кирлĕ пулнă. N. Татăклă пул, расчитаться.
хыптар
понуд. ф. от гл. хып. Вишн. 62. Вăл çăварне хыптарсан та çимест пулсан, ăна ирĕксĕрех çитерес пулмасть. Сборн. по мед. Ачана йăпатас тесе вĕсем ĕмкĕчĕ хыптараççĕ. Сред. Юм. Хыптарать: 1) в рот сует; 2) очень желает. Букв. Ун çăварне чĕлĕм хыптарнă. N. Çăварĕсене çăварлăх хыптарнă. Изамб. Т. Хыпчăкпалан шăрпăк хыптарса кăлараççĕ (из руки). КС. Хыптарса ил (çырттарса ил), взять щипцами. Кан. Халăх сахăрсăр, супăньсĕр тарăхса пурăннă вăхăтра, ку икĕ намăссăр хăйĕн çывăх çыннисене пăчĕ-пăчĕпе шур çăнăх, пуçĕпелен, чей-сахăр, арчипелен супань хыптарса пурăнчĕç. N. Тем тĕлĕк хыптарчĕ! Забыл (сделать дело). || ГТТ. Ачасем Сĕве хĕррине вăлта хыптарма кайрĕç (ловить рыбу на удочку). || Поджигать, зажигать, сжигать. Орау. Икĕ ухмах юлнă та, пĕрне пĕри хыптара хыптара çунтарса яраççĕ (поджигают). КС. 1919 çулта бандитсем пирĕн пӳрте хыптарса ячĕç (подожгли). Б. Хирлепы. Кукша тула тухрĕ те, пӳртне хыптарса ячĕ, тет. (Из сказки). N. Лампăчкăсене хыптарса кăларсах мĕн чулĕ укçа тухать-ши? (в кино). Сет-к. Ĕлĕк пире те хыптарса ячĕç (подожгли). Ib. Сорăхсам панче хăмăл хыптартăмăр анчах (жгли здорово). N. Ăшне вут хыптарнă пушă кăкшăм. Ст. Чек. Вут хыптарнă = чĕртнĕ. || Торопить. Собр. Малтан хыптаракан çын кайран тăранать. Сунчел. Хыптарат = васкатат. Сред. Юм. Час хăпар, çăкăр, тесе хыптараç те çонтараççĕ. (Говорят женщины после того, как они замесили тесто). || Подрезать. Ст. Чек. Ку Иван вилни ĕнтĕ мана хыптарчĕ (подрезала). || Замаять. СТИК. Уретник ĕнтĕ чыст хыптарче (замаял) мана, ĕретлĕ çăкăр та ларса çимен. || Вызывать жажду. КС. Мĕншĕн эсĕ шыв çук хирте ăшĕсене хыптарса çĕмĕренĕсене пăрахтартăн? N. Çимесĕр выçăхтармăп сире, ĕçмесĕр ăш хыптармăп. || Надоедать, надоедливо просить. См. йĕренки. Сред. Юм. Ачисем туя каясшĕн хыптараççĕ, ямаççĕ вит çавсене! || Бить. Бугульм. † Вуник вĕçлĕ чĕн пушăпа хыптарăпăр, çунтарăпăр. Т. II. Загадки. Пĕр лутра йĕкĕт пилĕкне туртса çыхнă, çĕлĕкне хуçса лартнă, хыптарать те çунтарать (жарит). (Мунчара милкĕпе çапăнни).
кăтарт
(кы̆дарт, ктарт), показывать. Альш. Иванкка Петĕрĕ, авланнă чухне хальхи арăмне йыснăшне кăтартнă, тет. Регули 686. Хăшне тытмаллине кăтартам. Ib. Хăш утне тытассине кăтартрăм. Ст. Чек. Кăтартса пăхам (покажу) çак çынна, илмĕ-и (илми); пурĕ-пĕр (всĕ равно) сутмалла вĕт. Ib. Кăтартса парам-ха вăсене! Проучу-ка их! К.-Кушки. Куçĕ ылмаш кăтартат. У него косые глаза. Срв. Кăмак-к. Куçĕсем пĕр пек кормаççĕ. У него глаза видят не одинаково. N. Çак кинĕ хунямăшне, хуняшшĕне хисеплет, вĕсем умĕнче урине кăтартмасть, пуçне те кăтартмасть. Тогаево. Пĕр чĕлхесĕр старик тăчĕ те, мана пĕрре аллипе темскер туса кăтартрĕ (показал жестом), тепре чĕлхиçне кăтартрĕ. Сятра. Коç шоррине кăтартса (вылупив зенки, напр. — браниться). Юрк. Епле çӳретĕн, кăтарт халĕ! тет. N. Ăна ачасем, нихçан çимесĕр антăхнăскерсем, кăтартса та хăвармаççĕ (съедают все до чиста), пĕр наччасрах пуçтарса çисе пĕтереççĕ. Ала 54°. Çуртсем енне (в сторону строений) кăтартса... Альш. Тĕттĕм кăтартакан кĕленче (о стекле: закопченное, залежавшееся, принявшее мутную окраску). Орау. Тытсан (если поймаю), аçа çапман пуçна, кăтартăп ак (задам тебе), пит вĕрсе тăр-ха! (= полай-ка еще!) || Казаться. Торп-к. Çын аллинчи япала пит пысăкăн кăтартать, теççĕ. Ачач 39. Те хăй лутраран, кĕлетки сарлакарах кăтартать. N. Эсĕ çамрăк кăтартатăн, теççĕ. || Предвещать, обьяснять. Кратк. расск. Санăн тĕлĕкӳсем икĕш те пĕр япаланах кăтартаççĕ. Юрк. Пĕрев хăй хуçине укçисене ăçта-ăçта салатнине хисеп (отчет) панă. Çав хисепĕнче вăрттăн хăне (= хăйне) илнĕ укçисене ялан хама валли атă илтĕм, тесе, кăтартнă. || «Привести». Юрк. Анӳ вилнине пĕлсен, пит шеллерĕм; ун пек вилĕм таврашне турă ан кăтарттăр. || Оказывать, причинять. N. Эсĕ темĕн чухлĕ ырăлăх кăтартнине асăнса калаçĕç. Истор. 143. Эсĕ пире халиччен курман асапсене кăтартатăн. N. Ют халăхсене йывăрлăх кăтартса, хăваласа янă. N. Кушака ан хурлăх кăтарт. Не мучь кошку. Ачач 78. Çавăн пек кăтартрĕ (проучил, показал кузькину мать) мана Ишек юрри! (см. Ib. 76). БАБ. Халăхсем вара: темĕн кăтартса тăрĕ (от колдуна бог знает что увидишь), тесе, хăй вилсен виçĕ эрнерен, пĕр çĕре пуçтарăнчĕçĕ те, масар çине кайрĕçĕ. Кан. Кам çурт вырăнĕ йышăннисене, çурт лартмасăр, пахчапа усă кăтартмастпăр (не позволяем пользоваться), теççĕ пухăра. || В качестве вспомог. гл. Ачач 19. Униççе аппа! Ярса кăтарт-ха юмах. Ib. 18. Ĕмĕрлĕхе çывăрма выртнăскере, сăмахсем те каласа чĕнет вăл. Анчах сӳннĕ куçсем урăх никама та курмаççĕ çав. Тепĕр хут уçăлса кăтартмаççĕ вĕсем. Ib. 100. Çамрăк ывăлĕ те, итлекен ача пек пулса, амăшне савăнтармалла кулса кăтартнă вара. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ шкула килсессĕн, хам пурăнăç çинчен кала-кала кăтартрăм. N. Хамăр хуларах выртрăм, ну только киле ярса кăтартмарĕç (не пустили свидеться с родными). N. Ӳсĕрĕлсе кăтартмарăм. Я ни разу не показался пьяным. Кан. Пĕрер пăт патне хăмли пулса кăтартрĕ (уродилось с пуд). Ib. Пĕлтĕр Волынь хăмли пулса кăтартайманччĕ. Кăçал лайăх пулса кăтартрĕ, пиçсе те çитрĕ. N. Лайăхрах ĕнентересшĕн (чтобы убедить), пĕтĕм çынсем умĕнче Хритун урхамах та, хурчăка та, ăмăрткайăк та пулса кăтартрĕ, тет.
асăн
(азы̆н), reminisci, recordari, вспоминать, поминать, упоминать. Якейк. Эп виçĕм çол ĕçтернине кĕрӳ халь те асăнать. Ib. Мана онта кам асăнакан полĕ? Кто, поди, меня там вспоминает? (или вспомнит). N. † Кайăк хур каят картипе хăмăш кӳлне ясăнса. Ах, тетеçĕм (тетеçĕм)! эсир каятăр ушкăнпа, атте килне асăнса, эпĕ юлатăп пĕчченçи çичĕ-ют килне асăнса! Дикие гуси летят вереницей, памятуя об озере с камышом. Ах братец (братец)! Вы отправляетесь гурьбой, намятуя об отцовском доме, а я остаюсь одна в чужом доме, памятуя, что я теперь уже в чужом доме, чужая! Сред. Юм. Асăннипе самай пõлтăр. Пõр япалана каçта туса пĕтерен, кăшĕ тăта асăннипе самай пõлччăр. (Об иной вещи хорошо, если и поговоришь только). Череп. Асăннипе иртĕ. Пройдет упоминанием (т. е. дальше разговоров дело не пойдет). Янш.-Норв. Анне кăмăлĕ çемçе кăмăл: асăнсан та йĕрет, асăнмасан та йĕрет. У мамы мягкое сердце: она плачет и тогда, когда вспомнит, и тогда, когда не вспоминает (бессознательно). (Хĕр йĕрри, из плача невесты). Ст. Чек. Асăннă — ака кӳлнĕ, тет. Как вздумал, так и за плуг. (Послов.; говорится неодобрительно о том, кто вздумает о чем-нибудь и сейчас же захочет выполнать свое намерение, не соображаясь с обетоятельствами). N. Сана асăннипе ал тытатăп. Жму твою руку, вспоминая тебя. || Memoriam alicuius cum caritate usurpare, поминать добром. Ст. Чек. Пирĕн ял-йышсем халĕ те сана асăнаççĕ. Наши деревенские до сих пор вспоминают о тебе. || При перемене интонацои та же фраза может иметь и дурное значение («поминают лихом»)]. Ст. Чек. Эп сана манмăп, асăнăп мана кăпла телейлĕ тунăшăн. Ib. Икерчĕ пĕçерсен, пирĕн анне калаччĕ: асăнса килекен çисе кайтăр, курайман хапхумĕнчен (= хапха умĕнчен) çаврăнса кайтăр. Когда мать пекла блины, она (всегда) приговаривала: «Поминающий добром пусть приходит и поест (этих блинов), а ненавидящий пусть повернет от ворот назад и уйдет. Ст. Айб. † Ай-хай савнă тусăм, хура куçăм! асăнать-ши пире курасшăн? Милый черноглазый друг! есть ли у него (нее) желание, стремится ли он (она) повидаться с нами? || Iniquo animo recordari. Также поминать лихом. Т.-И.-Шем. Умăнта пултăр, сĕт кӳле пултăр; эпир асăнатпăр, эсир ан асăнăр. Да будет это (т. е. поминальные яства) перед тобою молочным озером; мы вас поминаем, а вы нас не поминайте лихом. (Из поминального обряда «автан сăри»). Байгл. Эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн. Мы тебя поминаем, а ты нас не поминай лихом. (Из «нумилкке юрри», поминальной песни). Fontes I, 12. Ибрахим кĕрсенех, Тĕнче-çăвар тăрса ларчĕ, тет те: тархашшăн ан вĕлер, Ибрагим! ӳлмĕрен эпĕ сана асăнмăп, эсĕ мана ан асăн, терĕ, тет. Как только Ибрагим вошел в избу, Всемирное Хайло встало, село и говорит: «Ради бога не убивай меня, Ибрагим! С этих пор ни я не буду поминать тебя лихом, ни ты меня не поминай!» || Nomine appeilare alqm. De sponsa dicitur, quae prodiens inchortem omnes, quos ipsa diligit, nominatim appeilare solet, flebilibus modis de sorte sua querens. Также говорится о невесте, когда она выходит на двор и причитает, упоминая имена любимых ею лиц и угощая их пивом. Эй при этом дают и деньги в ковш. Череп. Сред. Юм. Качча каякан хĕр асăнма, тõхнă. Невеста вышла на двор «поминать». Ib. Качча каякан хĕр мана асăнчĕ. Невеста «помянула» в причитании мое имя (и дала мне пива). N. Хĕрĕ те кама хирĕç пулать, кураканне-пĕр асăнса йĕрет. || Deos nominatim appellare (de iis dicitur, qui rei divinae operantur). Также благоговейно произносить имена божеств во время жертвоприношений и молений. N. Алă çусан калать: «турра асăнар!» тет. Вымыв руки, он говорит: «Помолимся богу»! («помянем бога»). Сиктер. Хура халăх асăнать çичĕ тĕслĕ тыррипе, ачи-пăчипе, чӳ-ӳк (т. е. чӳк, producta voce, протяжно) — çырлах! Честный (трудовой) народ поминает имя твое (т. е. божие) и вместе с своими детьми приносит тебе жертву семью родами хлеба. Ib. Хăй вара çĕлĕкне хул-хушшине хĕстерет те, çапла каласа кĕле тума «тытăнать: «пӳлехçĕ, çырлах (scr. пӳлĕхçĕ-çырлах), пуснă шурă вăкăрăмпа (scr. вăкрăмпа) чӳ-ӳк... (h. е. чӳк, producta voce, протяжно) çырлах. Килĕшпе, ачам-пăчампа, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе пӳлĕхçĕ, чӳ-ӳк, çырлах», тесе ӳксе пуççапать. Ун хыççăн пурте: «ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ хапăл ил», тесе, ӳксе пуççапаççĕ. Асăнса ларса, çиеççĕ те, киле пуçтарăнса таврăнаççĕ. А сам кладет шапку свою под мышку и так молится: «Определитель, помилуй! С зарезанным белым быком, приняв жертву, помилуй. Со всем своим домом и с домочадцами, со всей скотной, молим тебя о помиловании». Товоря это, молящийся кладет земной поклон, а за ним и остальные поклоняются, говоря: «Определитель, прими святую жертву!» Потом, благоговейно, памятуя о божествах и произнося их имена, садятся и едят, а затем, собравшись, возвращаются домой. Чхĕйп. Вара пурне те асăнса (scr. ассăнса) пĕтерсен, юмăçне ĕçтерсе, укçа парса, усатса, лашана килне еçнĕ (и q. леçнĕ, scr. йĕçне). Вара ун хыççăн кил-хуçи, ăçта асăннă (scr. ассăнă), унта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Потом, помянув всех, накормили жреца (юмăç) и проводили его домой на подводе. Затем после него хозяин дома, по тем местам, где обитают духи, упоминавшиеся в молитве, побросал нухраты. || Parentare, поминать покойников. Нюш-к. Авалхи çынсем ӳкçисе (= укçисене) хунă чухне: е çынна вĕлерсе, е лаша-мĕн пусса асăнса çиекен-çиç илтĕр çак укçана, тесе, хунă пулать вара. Старинные люди, когда зарывали свои деньги (клады), то заговаривали так: «Пусть доищется этих денег только тот, кто убьет человека или принесет с молитвой в жертву лошадь, вспоминая положившего (т. е. произнося: «умăнта пултăр») и имея ввиду сказанное им заклятие». Шихазаны. Анне каларĕ: Пĕрре кĕрсĕра каç (накануне осенних поминок) хамăр пăяхамсем патне ваттисене асăнма кайса килтĕмĕр.... Мать моя сказала: «Однажды, накануне осенних поминок, мы съездили к деверю (точнее: «в дом старшего брата моего мужа») на поминки. || Alqd faciendi consilium inire. Также вознамериться сделать что-либо. Такмак 2. Асăннă кун тухаймарăмăр, тухнă кун çитеймерĕмĕр. В тот день, когда мы хотели выехать, нам выехать не удалось; в тот день, когда мы выехали, нам доехать непришлось. || Polliceri, promittere. Также обещать что-либо. N. Çураçнă чух асăннă япаласене, пыла леççе параççĕ. Они привозят им мед и (вообще) те вещи, которые были обещаны при сватовстве. N. Кунта лаша илсе килеççĕ, çураçнă чухне асăннине. Тут приводят лошадь, обещанную при сватовстве. Требн. 81, 14. Вĕсене ху пама асăннине илме тивĕçлĕ тунă. || Vovere. Говорится о религиозном или суеверном обещании или обете. Ч. С. Вара аттесем: Митрие чĕрт, чĕртсен, чӳк тăвăпар, тесе асăна пуçларĕçĕ. Тогда мой родители стали давать обещание принести жертву, если он исцелит Дмитрия. Ib. Пĕр асăннăскер (у др. асăннăскере) тăвас пулĕ; пĕр асăнсан, тумасан, юракан мар. Раз дан обет (принести жертву), то, я думаю, надо его исполнить; иначе нельзя. Макка 224. Унпала та черĕлмесен, юмăç мĕн калать, çавна тума тытăнать. Напр., юмăç хушăть вĕсене если вăсем хăйсен киремечĕсене туса, т. е. чӳклесе, пĕтернĕ пулсан, пирĕн святой çĕрсене асăнма хушать. Çапла асăнса хурсан, вăхăт çитет кайма. Çав святой ячĕпе така пусать и т. д. Если больному не поможет и это, то он прибегает за советом к йомзе. Напр., если они уже принесли жертвы всем своим киреметям, то йомзя советует ему дать обет посетить наши святые места. После такого обета наступает время его выполнения. Он закалывает в жертву этому (sic!) святому барана и т. п. КС. Кил-ăш-чиккинче (к’ил’ы̆шч’ик’к’ин’џ̌э) пĕр-пĕр çын чирлесен, укçа асăнса хураççĕ. Если в семействе кто-нибудь захворает, то кладут на определенное место деньги, давая при этом обет купить на них свечку тому или другому божеству. Сред. Юм. Асăнса хõнă õкçа. Кĕлле аяккалла (Ишеке, Хõсан хыçне) каяппăр, тесе, асăнса õкçа илсе хõраççĕ, çавна çапла калаççĕ. Деньгами, отложенными с обещанием, называются деньги, которые откладывают куда-либо, давая обет сходить на дальнее богомолье, напр. в Ишаки или на Пустынь. СТИК. Асăнса пĕрене çурăкне укçа хутăм (с определенной религиозной целью, с назначением, с ожиданием чего-то). Ст. Чек. Пытарнă укçана епле шыраса алтса тупмалла? — Йăтă, така, кăвакал, ĕне, кулачă. — «Кам та кам, мана, асăнса, така (е урăх япала, мĕн каланă хăй) çимесĕр ан тупайтăр» (т. е. пусть только тот отыщет зарытый мною клад, кто съест назначенную мною вещь, помянув меня). N. Ăста асăннă, çавăнта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Ходили и бросали нухратки там, где они дали обет (принести пожертвование). Изамб. Т. 28°. Масар çине шыв сапас, тесе, асăнсанах çумăр хăпарать. Не успел он высказать обещания полить водою кладбище (во время засухи), а уж собирается дождь. Ст. Чек. Микула кĕллине кайма асăнтăм та, куçăмсем тӳрленчĕç. Я дал обет сходить к Николаю (в Промзино), и глаза у меня поправились.
антăх
(анды̆х), ), interclusa anima spirandi facultatem amittere, задохнуться КС., В. Олг. КС. Тĕтĕмпе антăхса карăм. Я задохнулся от дыма. Сред. Юм. Ӳсре-тăркачă антăхсах кайрăм. Я просто задохнулся от кашля. КС. Çăвара шыв кĕрсе антăхса карăм. Мне в рот налилась вода, и я захлебнулся. Б. Олг. Çын шуа кайсан антăхса кайса вилет. Утопающий захлебывается и умирает. Шибач. Антăхса кайрăм. Я захлебнулся. Якей. Якор шăва карĕ те антăхса карĕ. Пĕре антăхса кайнă çынна чертме йăвăртарах. Егор пошел на дно и захлебнулся. Если человек захлебнется, то отходить его трудновато. N. Шывра антăхса вилнĕ. Захлебнулся в воде и умер. Сред. Юм. Ах Тор! пит ӳсреп эпĕ: кас-кас антăхсах каятăп! Боже мой, как я кашляю! Иногда я просто задыхаюсь! СПВВ. КЕ. Çын пырне пулă шăмми ларать те, вĕçĕмрен пĕр чарăнмасăр ӳсĕрет; çав антăхни пулать. Человек подавится рыбьею костью и без перерыва кашляет; это называется „антăхни“ (задыхаться). СПВВ. Антăхса кайрĕ, сывлăш çавăраймасăр. Задохнулся, не будучи в состоянии перевести дыхание. Череп. Антăхса вилчĕ. Задохнулся и умер. Сказ. и пред. 81. † Çõнĕ кĕрӳ çумĕнче çичĕ юланут ташлать, пĕтĕм яла çĕмĕрсе çăвар карса антăхать. Около жениха гарцуют семь верховых и орут во всю глотку, на всю деревню, задыхаясь (от крика). || Quasi intermori (de parvulis dicitur, cum in vagiendo intercluso spiritu nullam vocem possunt emittere). Также говорится о маленьких детях, которые заходятея от плача. Ачи йĕре-тăркачă антăхсах кайрĕ. Ребенок зашелся от плача. Зап. ВНО. „Ача антăхса кайрĕ. Ребенок зашелся“. || Paene animo relinqui (intercluso spiritu). Также: почти обеспамятеть (от удара и т. п.) Шорк. Çын лаша çинчен ӳксен антăхса каять, çурăмран хытă çапсан та антăхса каять. Человек может обеспамятеть (скорее: у него перехватывает дух) [так и в Çеçмер]. Если упадет с лошади или если его сильно ударить по спине и пр. Н. Карм. Çӳлĕ çĕртен ӳкрĕм те, антăхса кайрăм (ыратнипе ним те пĕлмерĕм). Я упал с высокого места и (на момент) впал в беспамятство (ничего не сознавал от боли). Якей. Антăхса кайнă. Лишился (на момент?) сознания (напр. от удара по боку). || Rei alicuius inopia laborare. Также страдать от недостатка чего-либо. Янш.-Норв. Çырма шывĕпе антăхса пурăнччăр вĕсем. (Череп. Çырма шывне ĕçсе пус шывĕшĕн антăхса пурăнччăр). Пусть их маются с одной речной водой (не имея колодезной воды; слова вутăш). КС. Паян апатсăр шалт антăхрăм. Сегодня я просто измучился без еды. Чертаг. Шывсăр антăхса кайнă, чистă ĕçешшĕн çõнтарать лаша. Лошадь просто замаялась без питья, т. е. очень хочет пить, мучается от жажды. Хып., № 25, 06. Эпĕ ан сухалам, ан акам пурăнĕччĕç-ха антăхса! Вот я не стану ни пахать, ни сеять, тогда помучились бы! Алекс. Нев. Выçăпа антăхнăскерсем, нимĕне те пăхман Мучимые голодом, они не смотрели ни на что. Череп. Шывшăн антăхсă. Мучится жаждою. Ib. Эпĕ нихçан та укçаран антăхса пурăнман. Я никогда не испытывал недостатка в деньгах. Сирах. 109. Унăн хирти тырри-пуллине выçă антăхнисем çисе ярĕç, хăй валли арпи-улăмне анчах хăварĕç, унăн мĕн пур пурлăхне ăш хыпса антăхнисем çăтса ярĕç. Якей. Выльăхсам шушăн (т. е. шывшăн) антăхнă. Скот замучился от жажды. Ib. Чăххи-чĕппи çашшăн (= çиесшĕн) антăхнă. Куры и цыплята страшно проголодались. Ib. Ачасам çашшăн (i. q. çиесшĕн), хырăм выççа антăхнă. Дети проголодались. Сирах. 58. Юрлă çитмен пирки тертленсе пурăнать те, кайран та çукпах антăхать. Изамб. Т., Череп. Çимесĕр антăхса вилнĕ. Умер с голода. || Inhiare, avide appetere; maximam voluptatem percipere ex aliqua re. Также жадничать, жадно желать, жадно предаться чему-либо, жадно и с наслаждением делать что-либо. Ст. Чек. Çĕçĕ ларашшĕ (Череп. кĕрешшĕ) пырна! тек антăхса çӳрет! Ножик бы тебе в глотку, ненасытный! (говорят тому, кто очень прожорлив). Шибач. Сĕмсĕрленсе çать (с̚’ат’, i. q. çиет), антăхать. Ест с нахальной жадностью. О сохр. зд. Вăл вара пит антăхса çитет, мĕн панине-пĕрне çийсе пек тăрать. У него (отравившегося спорыньею) появляется сильный голод, и он готов съесть все, что ему ни дадут. Череп. Эй антăхнă хырăм! Эх ты, жадный! Полтава. † Юн ĕçесшен антăхать. Алчно жаждет крови (палач). Около Ракова. Антăхнă тесе нисĕпсĕр çынна калаççĕ. Жадным называют человека, который жадно вабрасывается на что-либо. Якей. Икерч корман-и-ке, антăхса çӳретĕн? Что-ты жадничаешь? неужели не видывал блинов-то? Ib. Йăваньнь (i. q. йăванăнни) пек антăхнă ача-пăча корман. Я не видывал таких жадных детей, как у Ивана. Зап. ВНО. Калмăк пек антăхса ларать. Жадначает как калмык. Ib. „Антăхас = кӳпес, жадничать“. Изамб. Т. Хăнана каясшăн антăхап та, тахçан каяс. Мне страшно хочется съездить в гости, но я не знаю, когда поехать. Б. Олг. Ме паян çаплах çуратăн конĕпех ихĕ (иh’э̆) çине антăхса! Что это ты спишь сегодня весь день, словно никогда не спал! Череп. Мĕн паян çывăратăн, ăйăхăшăн тек антăхан? Что ты сегодня все спишь и никак не можешь выспаться? Якей. Тутлă паломми çиса антăхса карĕ. С огромным наслаждением поел сладких яблоков. Ib. Ной нихçан та кон йӳшши япала корманскер кона ĕççĕ антăхсах карĕ. Ной, который никогда не видал ничего подобного, напился его (пива) с необыкновенным наслаждением. Зап. ВНО. Укçашăн антăхать. Алчет денег. Ib. Ачасем премĕкшĕн антăхаççĕ. Дети страшно хотят пряников. || De eo, qui diem totum stertit. Тюрлем. Эс мĕн паякăн яра-конĕпе çывратăн? Антăхса каятăн поль эс паякăн. Что это ты сегодня спишь весь день? Ты, пожалуй, совсем заспишься.
ăшă апат
(ŏжŏ абат), cibus calidus, горячее кушанье, горячее блюдо. Сред. Юм., Орау. Ăшă апат çимасăр (i. q. çимесĕр) ăшчик выртмаçть, тет. Без горячего, говорят, трудно.
кăсăл
(казы̆л), быть разрезываемым и пр. N. Çак вутă касăлса, ăлав çине тиенсе, çыхăнса, киле çитинччĕ. N. Касăлнă чикĕннĕ, шыва путакан çынсем. Люди, изрубленные, проткнутые копьями и тонущие в воде. Сред. Юм. Каслашшĕ (каслашшэ̆), ругательное слово: «чтобы тебе заколоть самого себя!» Ib. Каслашшĕ (пит çиленнĕ çынна: ăмма касăлса вилмес-ши? тессине калаççĕ) || В перен. знач. Стюх. Касăлтăм. Измаялся. Ib. Апатсăр касăлчĕ. Измаялся без еды. КС. Паян эпĕ иртенпех çиман, чĕре касăлчĕ. Иетор. Вырăссем выçă касăлнă хрантсуссене хыçалтан та, аяккисенчен те аптăратнă. Якейк. Выççа аптраса, чĕри касăлнă та, вилнĕ çав; вилмесĕр тата! N. Ан çинĕ пултăр паян, хуть çанта кăт касăл! терĕ. Не смей сегодня есть, хоть околевай! (Угроза). Ск. и пред. 20. Шурут çырми лакăмне пирĕн утсем тăрăннă, типĕ çырма тĕпĕнче выçă пирки касăлнă. Баран. 31. Çакăнтан кайран Йăкăнат укçашăн касăла пуçланă (нуждался в деньгах). Ст. Чек. Касăлса тăр, голодать [хытă тăрса (скупясь), çиес тыра çимесĕр тăрса]. Ib. Ку лаша тулли! — Тулли пулмасăр, пирĕнни пек касăлса тăман вĕт!
кассĕм
описка вм. кассăм. Шемшер. † Аннен кăмаки шор кăмаки татăклă çăкăр пĕçерĕт, ăна çимесĕр кассĕм çок (= кассăм, т. е. каяссăн çок).
яра куна
(к┐уна), целый день. Истор. Çавăн чух вырăссемпе болгарсем яра-куна вăрçсах ирттернĕ. Беседы на м. г. Яра куна вăл пĕр ĕçмесĕр-çимесĕр ĕçленĕ. См. также Паас. 22.
мĕн
(мэ̆н, мэ̆н’), что? К.-Кушки. Мĕн çисе ларатăр? Что это вы едите? СПВВ. ТА. Мĕн полтăртататăн? (= мĕн кирлĕ мара калаçатăн). Ib. Мĕн сослан = мĕн шавлан. Синерь. Амăшĕ: мĕн пăхса çӳремелле? тесе каларĕ, тет. Мать сказала: чего тут возиться (проверяя хозяйство, т. е. нет надобности проверить его). СТИК. Мĕн кунта шăнса вилес тетнем,— атя пӳрте. Что ты хочешь замерзнуть? Идём в избу. Ib. Мĕн вара эсĕ мана ун хуçĕнчен пăхса тăмалла тăвасшăн-им? (Возражает так уверевно, и с сознанием своего превосходства). Ст. Чек. Мĕн пур-ши унта кайса, мĕн пур-ши, шав унта кайса ларан? Зачем ты туда повалился, что ты там нашел интересного? Ib. Мĕн тупрăн эс унта? Что в нем хорошего? Ib. Мĕн тупрăн вара ку вăйăра? Какой интерес для тебя в этой игре. Альш. Ĕмĕр тăрăшĕнче мĕн тухса мĕн килмес. Орау. Якур пичĕш патне натьăк (натяг) илме каяп, терĕ; натьăк мĕн-ши вăл? Что бы это такое было? (задумываясь о предмете, и этим заставляя другого высказать, что это такое). Ib. Виçĕ эрне мĕн вăл (какая важность три недели), ак ман пек улт-çич уйăх ларса пăх, вара пĕлĕн. Ib. Мĕнтен пит ăслă вара вăл? Чем же он умен-то? В чем же виден его ум? Юрк. Вырăсла кĕнекене вуласан та, чăвашла вăл мĕнне пĕлместĕм. Ib. Пăшал сассине илтсен, салтакĕсем, ытти улпучĕсем пурте кĕсем патне чупса пырса: мĕн пулчĕ те, мĕн пулчĕ, мĕншĕн пăшал петĕр, теççĕ. Сред. Юм. Мĕн калан ĕнтĕ (или: мĕн каласси пôрччĕ ĕçке те...). Очень хорошо бы было, но .. Ib. Мĕн алласа çӳрен тесе, пĕрмай килĕрен килле кайса йăмахласа ларакан çынна калаççĕ. Ib. Мĕн тăвас-ха? (Пырса кĕрекен çынтан çапла ыйтаççĕ). Никит. Кайсан та мĕнех тăвать мана. Что особенного он мне сделает, если я и уйду. Изамб. Т. Усаллăх çинчен мĕн калатăн. Ĕлĕк пирĕн хамăр хушшăмăрта та, тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитнĕ. Байг. † Сăрă чечек мĕн паха! Аппапа йысна пит паха. С. Айб. Çын ачисем пире çиеççĕ, хăйсем мĕн курасса пĕлмеççĕ. N. Мĕнтенех (в каком откошении) пит аван вара сан сĕллӳ? Шурăм-п. Эх, Петĕр, кĕçĕр мĕн курман пулĕ эпĕ, итлессӳ килет-и, каласа парам. Собр. † Леш айăккине юр çунă, ку айăккине мĕн пулнă; ах аппаçăм (çавă пур), качча кайма мĕн пулнă. N. Мĕн-пулса кяйĕ ĕнтĕ. Что будет уж. Баран. 120. Ем-ешĕл ешерсе ларакан йывăçĕ (картинное выделение из ряда деревьев) мĕн тăрать! N. Вăл мĕнтен пуйса кайнă (вилнĕ)? Икково. Мĕн пăруларĕ: тына-и, мăкăр-и? В. С. Разум. КЧП. Вĕсем хăйсем мĕн калассине каласа пĕтерсен, пирĕн Педтехникумра вĕренекенсем тапратрĕç калама. Тяптяево. Мĕн хăрамалла, кам пирĕн хыççăн килмелле? Чего нам бояться? Кто вслед за нами придет? (т. е. никто). Орау. Халь татти-сыпписĕр çăват те, унтан пĕр-ик-виç уйăх çăмăр пулмасан мĕн тумалла (как быть тогда). N. Унта мĕнсем сутаççĕ? N. Кĕсем мĕнсем? N. Мĕн калас-ха? N. Мĕн каласшăнччĕ-ха? N. Эсĕ мĕн ыратса выртатăн? Регули. 131. Вăлсен поплени мĕн пор онта. Ib. Мĕн вăлсам вăрманта шыранине эп килте топрăм. Ib. Мĕн шыраманнине топрăм. N. Эс мĕнне çухатрăн тата? N. Мĕнӳпе мухтанмаллăх пур сан. О сохр. здор. Çавăнпа ăна пирĕн пĕлес пулать; çынсем епле тата мĕнтен сивĕрен пăсăлса чирлеççĕ-ши? Ала. Мĕн тусан шыв тухат унта, тенĕ (в безводной стране). ЧС. Çынсем çавăнта пыраканĕ пĕри: ку мĕн те, ку мĕн? тесе, пĕри пĕринчен ыйтаççĕ. Чăв. й. пур. 26. Якку каланă: эпĕ мĕн пĕлекен çын? Бес. чув. 13. Эсĕ мĕн капла? Эпĕ сан çине пĕрре те çилленместĕп. Изамб. Т. † Туйăн илемĕсене, ай, мĕн кӳрет? Мĕн выляни-кулни, çав кӳрет (все, что веселит). Баран. 88. Асту-ха лерелле, мĕн хури курăнать унта? N. Мĕн ача турĕ: ывăл ача-и, хĕр ача-и? N. Мĕн пăру туса пачĕ? Утăм. Мĕн мура ямшăксем тытатăн? || Что (относит.). Сунт. Мĕн пулса мĕн килĕ ĕнтĕ. Тавай çул çине валли укçа тăвас. N. Мĕн пулсан та пулĕ, что будет, то будет. Синерь. Мĕн пулин пулĕ (что будет, то будет), ати хушмарĕ те, кайса пăхас-ха (попробую пойти). СТИК. Мĕн тесе-ха вăл пит час карĕ! Что ему вздумалось уехать так скоро. Ib. Ун пек чухне вара мĕн каласан та хĕрсем кăна калаççĕ кĕвве. СТИК. Мĕн каланă сăмах вырăнлă пултăр. Все, что сказано, пусть возымеет силу. Чебокс. Мĕн пулни пулать, кĕрес терĕм те. Коракыш. Эпĕ тăта мĕн пĕлеп! Я знаю еще одну вещь! Ст. Айб. Мĕн пасарин пасарĕ, шур пушăт йывăççи пасармасть. (Ĕне мăйракисем). ||Соответ. русск.: что бишь. С. Дув. Мĕн çук манăн: ĕнер пуснă такам пур, паян пуснă мĕнĕм пур. || В знач. вопрос. частицы, соответ. русск.: что ли ли. N. † Алăк ум вĕçĕнчи ват хурăн: кăçаллăха ларнă пулсан, пуртă витмĕ терĕр мĕн? N. Вăл вĕренме кĕчĕ-и мĕн? N. Вăл кайрĕ-и мĕн? Вăл кайрĕ-им, кайрим? || Что за, какой. СТИК. Паян мĕн пăраçник? Какой сегодня праздник? (простой вопрос). Ib. Паян мĕн пăраçникĕ! Какой еще сегодня праздник! (отрицание и удивление). Толст. Ку мĕн сасси? Что это за шум? Пшкрт: шоj ҕэ̆рмӓ сиβэ̆ пол’ы̆;— мэ̆н сиппм? (или: мэ̆нӓшкӓл сирβэ?),— н’имдӓ сиβэ̆ мар’. Регули. 935. Мĕн ĕç он? Мĕн кон килĕ. Ib. 934. Эс кам конта? Эс мĕн çын конта? Ib. Эп тытрăм полсан, сан мĕн ĕç? N. Кĕсем мĕн япаласем? Это что за вещи? Синерь. Эпĕр сута каятпăр тенĕ? — Мĕн сутне (на какой суд)? тенĕ. Орау. Мĕн мĕнĕ тата? Что еще за „что“. N. Хутаçра пĕр виçĕ тенкĕ укçа пулас пулатьчĕ-ха. — Мĕн виç тенки пур унта? Орау. Мĕн вăййи вăл? Что за игра? Ib. Мĕн вăййи вăл! Пĕрне пĕри кӳп те кӳп тутараççĕ. Качал. Яхуне çырмине çитрĕм те, тăкăнчĕ карĕ: мĕн сăян? — Какуй сăян, пухрăм та çур пăт пулчĕ. N. Мĕн çăнăхĕ? Мука из какого жита? Ст. Чек. Анне, улма пур-и? — Эй, ухмах! Мĕн улми унта тата! Ib. Мĕн сивви; мĕн нумайĕ мĕн кунта (какое...). Ib. Мĕн аван япала пăссăрĕ (= пăсрĕ)! Средн. Алг. Хурану пĕчĕкçĕ пуль? — Мĕн пĕчĕкçине калан, пĕр кӳлĕ шыв çитмест. АПП. Упа, çак кашкăра тыт, тенĕ. Упа каланă: ăна тытма мĕн ĕçĕм пур. Чуратч. Ц. Кирĕк епле чире çаклансан, вăсем шухăшлаççĕ: мĕн турри çиленчĕ-ши? теççĕ. Сунчел. Качаки каланă: ăна çиме мĕн ĕç пур (= мĕне кирлĕ). Сред. Юм. Мĕн хыпар пôр-ха, или: мĕн сас-хôра пôр? Что нового? Ib. Мĕн çынни, мĕн арчи, мĕн кĕнеки. Ib. Эп выллянинче сан мĕн ĕç пор. В том, что я играю, тебе (вам) какое дело. Ст. Янсит. Вĕсене эпĕ акă мĕн ĕçре час-часах пулăшрăм. Янтик. Мĕн япала ку сан? Якейк. † Он çиленме мĕн ĕç пор, он пыççине çыхмаспăр. N. † Ял варĕнчи сăрлă юпи мĕн нушташăн ларать-ши, аттен хĕрĕ-сарă хĕрĕ, мĕн нушташăн çуралнă-ши? П. Пинер. † Алкумĕнчи улма йывăççин улми пулманни мĕн усси. || Как. Çĕнтерчĕ. 54. Ех! мĕн савăнса пурăнмасть çав Якур. Ib. 52. Ах, мĕн савăнса çӳремеççĕ çав ачасем! || Зачем, почему, по какой причине. Çĕнтерчĕ. 19. Мĕн янрашатăр эсир паян? Орау. Мĕн юпа пек тăран, кил кунта. Ib. Мĕн мĕреленсе (= наянланса) пыран, ут хăтăрах. (Идет вяло, тихо). Юрк. Ку укçăсене мĕн хам алăра тытса тăрам. N. Тавăрнса, мĕн апая ятлаçтарса порнас? || Сколько, почем. Бр. п. водку 8. Анчах уншăн сăмаххи сăмаххийĕ мĕн тăрать. Но как он дорого ценит каждое свое слово! (т. е. он не разговорчив). Баран. 226. Мĕн çӳрес пеккине çӳресе пĕтереççĕ те, пусма тăрăх улăхса çӳлелле тухма пуçлаççĕ. N. Эй мăнтарăн Прăски, мĕн салтак усатрĕ. N. Мĕне илтĕн, почем купил. Трхбл. Мĕн сысна чике-чике пĕтерчĕç, мĕн чăхă пуса-пуса çирĕç. Регули 939. Мĕне патăн? — Сома патăм. N. Пасартан килсен, пĕр кӳрши ун патне пырать, тет те: ырашна мĕне (почем) сутрăн? тесе, ыйтат, тет. Юрк. Сирĕн тухйăр кĕмĕллĕ: мĕне тăрат кĕмĕлĕ? Сред. Юм. Мĕн ĕмĕр порнатăн (долго находился, когда как обещался прийти скоро). N. Лашасене мĕн кайнă таран ятăмăр. N. Мĕн сахал тесен те, 500 тенкĕ кирлĕ. Панклеи. Ачан мĕн пырнăçемĕн çол хĕсĕнсех пырать. Чем дальше идет, тем... Н. Лебеж. † Мĕн вăрăм-хывлăшă м, ай, кĕскелчĕ. Бел. Гора. † Мулла мечĕтĕ мĕн çӳл мечĕт. || Весь. Альш. Çапла мĕн ĕмĕрне чăвашран ирттереç, авланма каяç те, кил курма çӳреç (портные). N. Этем мĕн пурăнас кун-çулăн хисепĕ çук. Чхĕйп. Чăвашсен мĕн пĕлнĕ ĕçĕте ак çакă анчах пулнă (вот все то, что они знали. Далее идет пер ечисление того, что они знали или умели). || Иногда переводится сл. каждый. N. Кукша мĕн хупараканне (каждого, который влезал касса пăрахат, тет. Çапла пурне те касса пĕтерчĕ, тет. Панклеи. Хĕр вăрă-хорахсен хĕçсене илсе мĕн кĕрнĕ вăрă-хорах поçне касса тăнă. Чхĕйп. Вара унта ĕçме-çима мĕн пыракан пурте çапла асăннă (поминали). N. Мĕн турттарса пынă ăлава çавăнтах тăкаççĕ те, салагса пĕтĕреççĕ. N. Мĕн пынă çын çавăнтах ĕçлеме тытăнать. Коракыш. Манăн лашасем селĕм пултăрччĕ, эпĕ вара мĕн çул çӳрекенсене ĕçе-ĕçе хăварăтăм. || Иногда употребл, в знач. самый. Альш. † Çак юрăсене юрлама мĕн кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. Акă кăçал каллах мĕн çуркуннеренпе çумăр çумасть. N. Мĕн пĕчикçĕренех. Сборн. по мед. Мĕн халичченех. N. Якурпа шăллĕ мĕн каç пуличченех ĕçлерĕç. Кубня. † Эпĕр мĕн кĕçĕнтен туспала, пире çын çимесĕр мĕн тутăр. Ал. цв. 20. Вăл мĕн пурăннăçемĕн шурă мăрамăртан тунă пӳлĕме час-час çӳрет, хăй хуçине лайăх сăмахсем калать. || Оказывается. Т. VII. Ах турă, атте! пылпа кулачĕ пит тутлă мĕн. N. Эсĕ пит усал çын-мĕн. Ачач 71. Хăшпĕр юратнă çынсем, тантăшсем пулмасассăн, чăнахах та Тимуш пӳртрех лармалла мĕн. ЧС. Вăл çуртсем çунас та çук мĕн те, насус час килеймен. Сятра. Вăл чоашла лайăх пĕлет мĕн. Толст. Вăл иккĕре анчах пулнă, утма та тин анчах вĕреннĕ мĕн. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. Якейк. Çораличчен çоралманни лайăх мĕн. Урмай. Чипер мĕн те, аки мар, хӳри пур та, шăши мар. (Çарăк). N. Иçăм çырли пахчинче çырла пиçсе ларнă мĕн. N. Юман çинчен пĕр çăхан çапла калать мĕн кăна. N. Пирĕн пуçран нуша иртиччен выртаяс мĕн аннен кăкăринче. НАК. Çавна курсассăн, эпĕ леш йытă чăнахах усал пулнă мĕн-ĕç, терем. Увидев это, я подумал, видно, эта собака была на самом деле нечистый дух. N. Шăналăкра сакăр хĕр, саккăрĕш те сарă мĕн, эпĕ илесси хура мĕн. Орау. Паян пасарта хăма йӳн пулнă, тит. Ăна пĕлнĕ пулсан, пасара каяс мĕн паян. Сборн. по мед. Эх, пулать мĕн çын та: хĕп-хĕрлĕ, нар пек, çапçутă сăн-сăпатлă, вырăс пек. Ну и бывают же люди, румяный как „яблоко“, белый как русский. М. Васильев. Лашисене хайхисем çаран çине яраç те, канма выртаç мĕн хăйсем. Н. Лебеж. † Ешĕл хырă çинче чăпар кукă (кукушка) ян ярать-çке мĕн аслă вăрмана, янра юлат мĕн аслă вăрманĕ. Б. Хирлепы. † Атте ывăль пуличчен шăмат кĕпçи пулас мĕн, пĕр хĕр татса çитăр мĕн. Кан. Ку вăрсене (семена) пирĕн те туянмаллаччĕ мĕн. Лашм. † Тăшмансем килессе пĕлнĕ пулсан, хываяс мĕн (кĕпер) çатăркаран, пусмассерен путса антăр мĕн. N. Йăваланса тăрсассăн, ну чавать мĕн тымарне. Изамб. Т. Упаç: масар çине шыв сапас, тет мĕн. || Употребл. для выражения обобщения. См. Оп. иссл. чув. синт. I. Истор. Арçынни-хĕрарăмĕ мĕнĕпех юланутпа çӳреме лайăх вĕреннĕ. N. Ăшăк сухаланă çĕрте вăйлă çăмăр çусассăнах, шăтса тухман тырра çерем мĕннипех юхтарса каять. Латыш. Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать Никит. Арчă мĕнсене эпĕ сотса ятăм. N. Эй атту мĕнĕ, ахалех тăхăнтăм, çăпата сырас мен. Байгеева. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Чăв. й. пур. 9°. Пухура мĕн те çынсем тепле вăрçа пуçласан та, тӳпелеше пуç ласан та, вăл Микка, унта пулсан, çапах чарнă. Регули 162. Çав кĕпе ĕçлени мĕнĕпе (мĕнпеле) виç сом тăрать. НИП. Хурăнташсем мĕнсем. Альш. Çисен мĕн тусан хĕрсем çурçĕр вăхăтнелле килĕсене таврăнаççĕ. Ib. Тепĕр кун пек, мĕн пек иртсен, каллех хулана тырă тиеççĕ. Шурăм-п. Килях малалла ирт, тесси мĕнни пулмарĕ. N. Вĕт çăмар мар, мĕн те мар, хура халăх куççулĕ. Ала 86°. Тепĕрне (сосну) тăпăлтарса кăларчĕ, тет те, тепĕр çур хули мĕнĕпе ывăтса ячĕ, тет. Чăв. й. пур. 16. Çав Пайтукан хăй патне пупсем мĕнсем пырсан, е пĕр-пĕр вырăс мĕн пырсан, хăй туха-туха тарса арăмне: епле те пулин калаçкаласа ăсат, тесе, хуша-хуша хăварнă. N. Эй анне, епле каяс вутă касма: манăн лаша та çук, мĕн те çук. Юрк. Çапла пайтахчен ĕçсен, хăй татах ӳсĕр те пулат, мĕн те пулат (и пьяным бывает и пр.). Ib. Пуян çын хĕрне илес тесен, авă çавăнне илĕпĕр; епле хĕрне курнă мĕн пур-и? Ib. † Пӳртĕмĕрсем шурă, саккăмăрсем сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ, пушă та юлĕ, мĕн те пулĕ, кĕре-кĕрсем тулли чш (= шăп) пулĕ. Ib. Каласа пăхасси мĕнĕ, эсир тăрăшăр. Что, что вы поговорите — вы постарайтесь (т. е. не ограничивайтесь одними разговорами с кем-то, а действительно постарайтесь). Ib. Мĕнпе тӳрлетесси мĕн, эрехпех тӳрлететĕп, тет. Сам. 60. Пĕтрĕм эп те... пурнăç путрĕ, уяхран мĕн ӳк те вил!.. Орау. Лаша пăхма мĕн кайсан, йĕвенне ан çухат; тен кунта хăваратни. Ib. Вăл пĕр вăтăр пиллĕке мĕнелле çитнĕ пулĕ ĕнтĕ. Байгеево. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Никит. Чăнахах ĕнтĕ морĕ (мор) килес мĕн пулсан нăмайĕшĕн выльăхсене вĕлерсе тухса кать-çке (= каять-çке). Ib. Сборн. по мед. Ялта урама пӳрт çумне мĕне, урам варрине юпа çумне мĕне. Сред. Юм. Канлĕ вăхăт таврашнелле мĕнелле килсе çапăн эс кôнталла (наведайся). Сам. 30. Этем çке мĕн эп те! терĕ вăл хăйне. N. Мĕн тăвасси мĕнĕ (что делать-то мне), акă? вĕрен явса çак пĕтĕм кӳле çакса вĕретес тесе калатăп. N. Вăл хăйăр тĕмисем çинче курăк мĕн нимĕн те ӳсмест пулĕ çав, терĕм эпĕ. Мĕн курăк ӳсессине калатăн (т. е. какой тут расти траве, ничего не растет).
выçă варла
нимĕн çимесĕр. Ирхине нимĕн çимесĕр (выçă варла) килтен тухас пулмасть, нумайччен çимесĕр тăрас пулмасть [Каким 1911:2].
ирĕк
[мĕн тăвас килнине туни]. Ирĕк акă мĕн: эпĕ е эсĕ çав-çав япалана тăвас тесен – тăватăн, тăвас темесен – тумастăн, вăл ирĕклĕ; çиес тесен – çиетĕн, çиес темесен – çимесĕр тӳссе тăратăн [Избранные 1905:48].
хĕрӳ
ăшă, шăрăх. Вăл (Александр. – Э.Ф.) чăнах та 20-35 градус хĕрӳ (ăшă) пулнă вăхăтра пĕр ĕçмесĕр-çимесĕр 16 кун пурăннă <…> [Милость 1913:8]; Пĕтĕм пахча илемлĕн курăнса ларнă, çуллахи хĕрӳ (шăрăх) кунсенче сулхăнта канса ларма аван пулнă [Селивановский 1913:12].
çимесĕр
выçă варла. Ирхине нимĕн çимесĕр (выçă варла) килтен тухас пулмасть <…> [Касаткин 1908:2].
Çавăн пекех пăхăр:
Çимен ĕшни çимен вăййи çимен-конь Çименкки « çимесĕр » Çимйон Çимокка Çимун çин çин ути