кайтар
2.
то же, что кай II. 1.
ăçталла кайтартăр? — куда вы направились?
килелле кайтарас-ха — надо идти домой
чуптар
4. разг.
отправляться, мчаться, лететь
ăçталла чуптаратăн? — куда ты мчишься?
чуптар часрах! — отправляйся скорее!
шутар
3.
клонить, вести (речь, разговор)
вăл сăмаха ăçталла шутарнине тавçăрса илтĕм — я понял, куда он клонит речь
çул
◊
Кайăк хур Çулĕ — Млечный Путь
çӳç çулĕ — пробор (в волосах)
чукун çул — железная дорога
çул кайăкĕ — диал. щегол
çул курăкĕ — бот. птичья гречиха
çул курки — посошок на дорожку, прощальная чарка
çул майĕн — по пути, попутно
çула май — по пути, попутно
çул тыт — направляться, следовать куда-л.
эсĕ ăçталла çул тытрăн? — куда ты направляешься?
ăçталла
1.
куда, в каком направлении
ăçталла каятăн эсĕ? — куда это ты направился?
ăçталла пăрать-ши вăл сăмахне? — куда это он гнет? (в разговоре)
ăçталла
2. в роли союзн. сл.
куда
ăçталла пăхатăн, пур çĕрте те вăрман — куда ни посмотришь, кругом одни леса.
сталла
то же, что ăçталла. Якейк. Çакă ялăн хĕрĕсем сталла астарнă, çанталла.
çынлăх
сколько требуется для человека. N. Икĕ çынлăх апат чиксе кай. Возьми с собой еды на двоих. Изамб. Т. Тăватă çынлăх çăкăр ил. || Человеческая природа, свойство. ЧП. Тăвансам мана пăрахас пулсан, тухат ман çамрăк пуç çынлăхран (перестану быть человеком). Баран. 67. Сана персе вĕлерес пулĕ (убьют), е çĕмĕрсе çынлăхран кăларса пăрахĕç. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. N. Çынлăхран хама хам кăларни. N. † Кунтан, тăванçăм, мана та пăрахас пулсан, манăн пуçăм тухĕ те çынлăхран. Ст. Чек. Хĕне-хĕне, шăмми-çаккисене амантса пĕтерсе, çынлăхран кăларнă (изуродовал, обезобразил). Ib. Ун çинчен усал калаçа-калаçах, (ăна) çынлăхран кăларчĕçĕ (опозорили клеветой). Ib. Ку мĕнле тĕлĕнмелле çын сирĕн, ухмах-им вăл? — Унăн ăсĕ çавăн чухлĕ çав ĕнтĕ, ăна пĕчĕкçĕренпех, вăрçа-вăрçа, хĕне-хĕне, пăсса çынлăхран кăларчĕç. Календ. 1907. Пурна-киле ĕç шухăшне те пăрахать, вăл çынлăхран тухать: машшина пек, ăçталла янă, çавăнталла кайма вĕренет. N. Хăй таса çын пуласшăн, хай ачана çынлăхран кăларчĕ. N. Ашшĕ-амăшĕ умĕнче те, упăшки умĕнче те çынлăхран тухать вăл.
çĕмĕрттер
понуд. ф. от гл. çĕмĕр. Истор. Киеве (= Кейăва) тавăрăнсанах, вăл ĕлĕк хăй пуççапса пурăннă кĕлеткесене çĕмĕрттерсе тăктарнă. В. Олг. Чăмай-ха, тет, эп сере арçури кӳрсе çĕмĕрттерем. || О сильном и быстром движении (езде, работе). N. Эпĕ ӳксе юлтăм, ыттисем çĕмĕрттерсе иртсе кайрĕç. БАБ. Çав çичĕ çул пулнă выçлăхăн юлашки çулĕнче пирĕн енне хай сепирсем çĕмĕрттерсе те çитрĕçĕ, тет. N. Патша çарĕпе пит хытă çĕмĕрттерсе пынине курсан… Кан. Çĕмĕрттерсе кăна пырса кĕрет учреждение ĕçлеме. Çутт. 144. Çавăнтах çил шăхăрса, çĕмĕрттерсе çитрĕ. Орау. Хапхине кариклаттарса уçса ячĕ те лашипе çĕмĕрттерсе анчах кĕрсе карĕ (въехал шибко). Альш. Çапла çĕмĕрттерсе çӳреççĕ вăл хăнасем. Хурамал. Нумай выртать-и, сахал выртать-и, çурçĕр вăхăтĕнче шăнкăрав сасси çĕмĕрттерсе килсе хĕр тăракан çурт патне килсе чарăнчĕ, тет. N. Виçĕ ывăлĕ вăрăçра çунса çӳреççĕ, епле туй туса çĕмĕрттерсе намăс мар уна (т. е. ей)? N. Пырсан-пырсан, çакна хирĕç (ему навстречу) туй çĕмĕрттерсе пырать, тет, Изамб. Т. Эй, эпир çĕмĕрттерни пек никам та çĕмĕрттермен пуль (пировали на свадьбе). Пир. Ял. Халь вăл (çу савăчĕ) çĕмĕрттерсех ĕçлет (работает во всю). Буин. Мĕн çĕмĕрттеретĕр? Что поделываете? Ст. Чек. Мĕн çĕмĕрттерсе çӳретĕр? Что вы тут поделываете? || О кипучей, деятельной, веселой жизни. Янтик. Ну, ача! мĕн çĕмĕрттерсе пурăнан-ха хăш чухне? (т. е. что подковываешь). N. Эсĕ мĕн çĕмĕрттерсе пурăнатăн? Мана пĕр виçĕ сăмах çырса яр. Тăв. 2З. Ну мĕн çĕмĕрттерсе пурăнатăр? Авай-и-ха, Саньук? Трхбл. Вĕсем пурăнăçа çĕмĕрттереççĕ кăна. Они живут припеваючи. Ск. и пред. чув. 4. Пурăнăçа çав карчăк çĕмĕрттеретчĕ анчах: пурччĕ унăн качака, икĕ сурăх, пĕр кушак, чалăш пӳрчĕ тăрринче тăманасем усратьчĕ, тăманасем патĕнчех тимĕр тылă ларатьчĕ. || Выругаться громко. || Proficisci, отправляться. Кан. Эсĕр хăвăр ăçталла çĕмĕрттеретĕр тата.
хыт-хура
назв. растения. Хурамал. Н. Карм. Хыт-хура = тăваткăл хура. Б. Аккоз. Хыт-хура, дикий цикорий. N. Хыт-хура, назв. растения. Вилнĕ çын аллине хăш чуне тупăлха вырăнне тыттараççĕ. Башк. Хыт-хура е шпакат курăк, тысячелистник. Чертаг. Хыт-хора, чернобыл. || Общее название сухих, засохших, жестких трав. Альш. См. хытă-хура. Чув. прим. о пог. 457. Хĕлле хирти хыт-хура ăçталла тайăлать, çулла тырă çавăнталла тайăлать. Зимою в какую сторону наклонится высохшая и почерневшая полынь (высокая сорная трава), в ту сторону летом наклонится хлеб. Виçĕ пус. 24. Çĕре хытта хăварас ĕçе тĕрĕс туса пымасан, унта малтанхи çулне пĕтĕмпе хыт-хура шăтса тухать. Кан. Хыт-хура пек типшĕм. N. Хыт-хура вит у, çапă вит у. Чураль-к. Катаран Марфа, патне пырсан хыт-кура. (Сывлам). Ст. Чек. Сухаличчен хире хыт-хура теççĕ. М. Тув. † Хура ĕне пăрушне хыт-хура та пырĕ-ха; çакĕ ялăн хĕрсене урçана та юрĕ-ха. N. † Пăри терĕм акăнчĕ, сĕлĕ терĕм сапăнчĕ; шăтрĕ тухрĕ хуп-хура ăшçунтармăш хыт-хура. || Сред. Юм. Çын хыт-хорине мар, хамăрăнне те шоратса хăвармалла мар-ха конта.
хумхан
хомхан, волноваться. качаться. Ала 21. Улпут пынă çĕре карап шыв çинче хумханса çеç ларнă, тет. N. Инçе мар, çынсем çӳлелле ывтăнса каввисем курăнать. Çĕр хумханса тăрать чисти шыв пик. Çынсем тупă сассипе ăнтан карĕç. В. Олг. Йӳç ( = йăвăç) тăрри хомханать. А.-п. й. 65. Ма парăп эпĕ ана хамăн йĕкелĕмсене,— тет юманĕ хумханса. N. Çилпе хумханса ларакан хумăш. БАБ. Хăмăш çилпе епле хумханать, çавăн пек хумханĕ. N. Çурти çунать хумханса. N. Юпа пуçĕ çине çутнă çурти сывлăшпа хумханса еррипе çуна пуçласассăн... N. Ан хумхансем, тăрри, ан суллансам, çил ăçталла вĕрнĕ, пуçĕ унта. Сĕт-к. Хăмăшлăхра хăмăш хомханнă, хомханнине сисмерĕм. Чураль-к. Хурăн тăрри хумханĕ, хура халăх пуçтарĕ. (Урай шăлни). Хора-к. Кайăкĕ тăрса кайсассăн, холли йолать хомханса. Янтик. Эй хуп кĕпер, хуп кĕпер, хумханмасăр каçрăмăр. Кĕвĕсем. Çӳлĕ тусем çинче курнитса, унăн чӳречисем шăвăçнитса: çиллĕ-тăвăллă кун хумханать, хĕрлĕ хĕвеллĕ кун ялтăрать. Альш. Çӳл ту çинче горница, чӳречисем ешел кĕленче, çиллĕ кун хумханать, хĕвеллĕ кун ялтăрать. Çутт. 154. Йĕри-тавра тĕтĕм-сĕрĕм хупласа илнĕ, вĕри сывлăш хумханса çеç тăрать. Янш.-Норв. † Аслă улăхра куккук авăтать, хура вăрман çине янратать, хура вăрман çине янратнипе ялти ватă-вĕтĕ савăнать, ялти ватă-вĕтĕ савăннипе сăпкари ача хумханать (качается). || Колыхаться. ГФФ. -† Куккук алтать, поçне охлать те, хорăн тăрри хомханать те, симĕс çулчи тăкăнать те. Кукушка кукует, кивает головою — макушка березы колышется, и падают зеленые листья.. ГФФ. † Орам хошшинчи йăмрийĕ, кайăксем тăрса кайсассăн, йомри йолать хомханса. Когда с ветлы, растущей на улице, улетят птички, тогда она так и заколышется. || Грациозно двигаться; веселиться, радоваться. С. Тим. Пуян кинĕ пулайăттăм, кĕреке умне тăрăттăм, кĕреке илемне кӳрĕттĕм, хурăнташсем умĕнче хумханайса çӳрĕттĕм. Рак. Çинçе пĕвĕм, хура куçăм, хумханĕ-çке çичĕ ютăн киллĕнче. Сред. Юм. Хура вăрман ăшĕнче çамрăк хурăк хумханать; хура хăлăх хушшинче çамрăк пĕвĕм хумханать. N. Айхай çинçе пӳçĕм, айван чунçăм, хумханать-çке ырă çын умĕнче. С. Дув. Тарăн çырма пуçĕнче хăмăш чипер хумханать, вăйçи маттур каласан, тавтăш чипер хумханать. Альш. Мĕшĕн савăнас мар, юрлас мар? Тăванăмсем тăраççĕ хумханса. Ib. Эп юрламасан, кам юрламалла: тавансем тăраççĕ умра хумханса. Н. Лебеж. † Выльăр-кулăр, терĕ вăл; вылянатпăр тьыха пек, хумханатпăр хăмăш пек. Бюрг. † Тăванлă çынсем хумханĕç, пирĕн пек тăлăх туратсем хурланĕç. Тайба-Т. Тăвансем пурри хумханать, тăван çукки хурланат. Юрк. Хурăнташлă çын хумханать, хурăнташ çукки хурланать. Пазух. † Туй варринчи туй ачи уçă сассипе ян ярать, ют çыншăн мар хумханать, хăйĕн варлă хĕрĕшĕн. Юрк. Сатра шăпчăк ян ярат. Вăл сирĕн пек юрламас, тепĕр шăпчăка чĕнмелле те, хытăран хытă юрлат вăл; туй варринчи туй ачи уçă сасси ян ярат, ют çыншăн мар хумханат, хăйĕн варлă арăмĕшĕн. Сред. Юм. Посра тырпôл полсассăн, ялти халăх хôмханать (веселится, движется). Альш. Хурăнташлă çынсем хумханмĕç, хурăнташсăр çынсем хурланмĕç. || Слегка горевать, беспокоиться, волноваться. Синерь. † Çакă çынăн хăнисем киле каясшăн хумханаç. N. Хăмла çырли хумханать, пирĕн хумханасси пĕтес çук. Ск. и пред. чув. 26. Юлан утпа хĕр каять, йĕрсе юрлать хумханса. N. † Амăшĕнчен хĕрне уйăрсассăн, ашшĕ-амăшĕ юлчĕ хурланса, ăратни-ăрăвĕ юлчĕ хумханса.
хуткупăс
гармоника. СПВВ. ЛП. Хуткупăс = кармани. Шибач. Хоткопăс = кармани. Кĕвĕсем. Улма йывăç тăрринче купса калать хуткупăс. Шел. 58. Чăкăрт-чăкăрт тăваççĕ урисенче аттисем, хĕрарăмсен тăхăннă хуткупăс пек картлисем. Оп. ис. ч. II. Алапука çуни — каçăр çуна, лара юлчĕ пасарăн урамне; хуткупăс сасси пек сасăçăм тăра юлчĕ Лашманăн урамне. Елабужские сани с крутыми передками остались на базарной улице; звуки моего голоса, похожие на звуки гармоники, остались на улице деревни Лашман. ГФФ. † Торткаламалла хоткопĕс ăçталла тортнă-онталла. Мехи гармоники растягиваются — куда потянешь, туда и они.
кăлкан
(кы̆лган), ковыль перистый, stipa pennata L., Рак., Кайсар. № 20. Кăлкан. Çаранта ӳсет. Рак. Кăлкан —уяра хăпарат, йĕпене лăпчăнат. Хурамал. † Çӳлĕ тусем çинче тĕм-тĕм кăлкан, çил ăçталла вĕрнĕ, çавăнталла. Пазух. Эп пыраттăм урампала, пĕр хĕр тухрĕ тухьяпа: çӳçĕ-пуçĕ кăлкан пек, пичĕ-куçĕ хĕвел пек; шăмми-шакки илемлĕ, пĕвĕ-сийĕ хĕп-хĕрлĕ. СПВВ. ИА. † Виçĕ пăт тулă акрăм та, шак кăлкан пусса каяйчĕ; виçĕ ача амăшĕ пултăм та, пĕр пĕччен тăрса юлмалла пулайчĕ. Юрк., Кăлкан пек чăлт шурă старик. N. † Çӳлĕ ту çинче, ай, тĕм кăлкан, кĕмĕл уканăн, ай, курăнать. С. Дув. † Атăл леш аяаккине пӳрт лартрăм, шурă кăлканпала мăкларăм. Баран. 13. Çаран çинчи лăпкă çил шур кăлкана хумхатать. Алешк. † Пĕр çулхи хурăн çурта пек, тăлăх ача, çӳçĕ шурă кăлкан пек. Сунтангул. † Çӳлĕ ту çинче шур кăлкан, çил ăçта вĕрнĕ, çавăнта; ай-хăй, пуçăм, çамрăк пуç, турă ăçта çырнă, унталла. Каша. † Вăрăм, чăрăш тăрринче кăлкан кĕвви калаççĕ. Слеп. Ах, лашаçăм кăлкан пор (лаша ячĕ?).
чарăн
остановиться. N. Ватă çын мар, каччă та унпа чарăнсах пуплет. Регули 571. Вĕремĕ чарăнчĕ. Кратк. расск. 19. Вĕсем çул çинче пĕр тĕле çĕр выртма чарăннă. Завражн. Пĕр виç чалăш аяла анса чарăнчĕ (аэростат). N. Чарăнса ларнă, остановились (часы). Толст. Пĕрре эпĕ хăна килне çĕр выртма чарăнтăм (остановился на ночлег). Трхбл. Эсĕ ăçта чарăннă? Ты где остановился? (на квартире). Юрк. Çул çинче ăçта çитнĕ унта çĕр выртма, е лаша çитерме чарăнсан тусан, хăйсенĕн урапи туртисене, ыран ăçталла каймаллине пĕлмешкĕн, ялан çав енелле тăсса хураççĕ. Ib. Çул çӳрекен çын Атăлпа иртнĕ чухне Шупашкар хулине курма чарăнат. Янш.-Норв. Акаласа пырсан-пырсан, пĕр хапха патне чарăнаççĕ те, хирсем пурте яла кĕрсе каяççĕ. (Хĕр аки). Конст. чăв. Эпир Одессара Пантедеймон монастыр килне чарăннăччĕ. || Приставать. Янш.-Норв. Ку пăрахут Шупашкар патĕнче чаранмас пуль. || Окончить. Артюшк. Старик вуласа чарăнсан (когда окончил чтение). Юрк. Пĕр авка çак сăмахсемпе чарăнса тăрам, сыв пул. || Прекратиться, закончиться. N. Чарăнас пек калаççĕ (о войне). Алших. Авăт, куккук, хытăрах, чарăнасси инçе мар. Синьял. Акăш вĕçет – çил чарнать, кăвакал чăмат — шыв типет; эп çак ялтан кайсассăн, мана çекен çын чарнать. || Воздерживаться. N. Кивçен парасран чарăнса тăр. || Янш.-Норв. Хĕр вăрри çавăнта часрах минчет тутарасшĕн пулса, вун тенкĕ çинче чарăнса тăмасть (за 10 рублями не стоит). || Перестать. ЧС. Выляса чарăнсан, эпĕ лашасене пăхма кайрăм. Васильев. Чăнах, чӳк тунă, анчах ним осси те полман: вилес çын чӳк тунипе чарăнман. Регули 1287. Чарăнмасăрах паян ĕçлерĕм. Собр. Шыв чарначчен ĕçсен, вĕçкĕн пулать. Никит. Икĕ малти шăл тухса ӳкес пек лăканаççĕ, ыратат тӳсмелле мар, ним тусан та чарăнмасть. Сарат. Хăçан эсĕ ман япаласене çĕмĕрме чарăнăн. К.-Кушки. Ку сăмахсене вĕсем пĕр чарăнми калаççĕ. Эти слова они говорят без передышки. Ала 85. Хĕрĕ темĕн чухлĕ ӳлесе макăрнă, чарăна та пĕлмен. ЧС. Çумăр çума чарăннăччĕ. N. Ӳслĕк чарăнсах чарăнмас-ха, пуç та çаплах ыратать. || Орау. Шывпа юхса анакан пĕрене çыран хĕрне пырса чарăннă. Якейк. Эпĕр Африккă çĕрне пырса чарăнтăмăр. Мы остановились у берегов Африки. Юрк. Насус ампарне курсан, ун патне пырса чарăнат та, пăхкала пуçлат. Конст. чăв. Пĕр кун çурăран эпир Константинополе çитсе чарăнтăмăр.
чуптар
заставить бегать, гнать (лошадь). Ск. и пред. чув. 113. Çĕр çĕмĕрсе чуптарать Кан. Татах çуран чуптарать пура хуçи патне. Орау. Салтаксене пĕр вырăнта чуптараççĕ (бегать на месте). N. Хам ачана чуптартăм. N. Унта пĕр-пĕр ачана чуптарас. || Кан. Пысăк тĕвĕллĕ тăлă чуптарса, çурăмсенчен ай ну ислететтĕмĕр. || Ездить рысью. Ск. и пред. чув. 114. Якур пичче çулпала пушкăрт лаши кӳлнĕ те, те çуркунне, те çулла, яртлаттарса чуптарнă. Калашн. 9. Паттăр утăм çине утланса ларса, Мускав шывĕ çине чуптарса кайсан... КВИ. Ав шăнкăрав янăрать, Силпиелле чуптарать. Образцы 48. † Атьăр уттарар и те чуптарар-и çулсем çинче шурă юр пур чухне. Сĕт-к. Авоç килет ман тантăш, квак лашине выллятса, хора çонине янтратса. Чоптарасси полас çок: хора çони çĕмĕрлтĕр, симĕс пĕкки хуçăлтăр. Ib. Унччен эпĕ лашапа чуптарса пăхманччĕ. Тет. Çавăнтан кайран эпĕ лашапа чуптарма вĕрентĕм. ЧС. Киле тавăрăннă чух Иван чуптара та пуçларĕ, эпĕ те унăн хыçĕнчен ерипен чуптара пуçларăм. Сред. Юм. Чуптарнă чуптарман, не то рысью, не то шагом. Юрк. Туран анса Сĕве кĕпер патне чуптарса çитрĕмĕр. Ib. Пичке çине улăхса ларса чуптаратăп, тет (хуралçи). Альш. Унталла чуптракансем (ездящих) сахал курăнать. || Отправляться (ехать, идти). Ашшĕ-амăшне. Хăвăртрах, Иван, лашăна кӳл те, чуптар вăрмана, вăрман хуралçи çуртне. ЧС. Эсĕ часрах тепĕр лашана кӳлсе киле чуптар та, аттесене кала, вĕсем мĕн те пулин тăвĕç, терĕ. СТИК. Ăçталла чуптарат-ши ĕнтĕ тата ку? Куда ты идешь? || Сред. Юм. Онпа сăмахланă чохне хăй маях чуптарас полать, хирĕçтерме йорамас. При разговоре с ним всегда приходится соглашаться, а не приходится возражать. || Случать (животных).
чухла
сделать так, чтобы было как раз. Ст. Чек. Чухласа яр (сыпь, напр., муку). || Определить. ТХКА 54. Утатпăр, шыратпăр, алра пуртăсем. Туратсем çăт-çат çапаççĕ. Ăçта çӳренине атте чухлайми пулчĕ. Ib. Кăнтăрла пулсан, аташас та çук эпĕ кунта. Халь çĕрле те, тĕттĕм те, чухламалла мар çав ăçталла каяссине. Шишкин. Ырăпала осала пĕре корса чохлатпăр. ЧП. Хушрĕç айвансене юрлама, ăслипеле ухмахне чухлама. Сред. Юм. Талăкра сирĕн валли мĕн чол çăкăр кирлине чохлаймастăп. Ib. Çак татăк мĕн чол тайнине чохлаймастăп. || Понимать, уразуметь, смекать, соображать, соразмерять. N. Ху чухласа ху пар. Хора-к. Чухлама пуç тăнĕ çук, утса тухма халăм çук. Н. Карм. Чухла = ăнла. Кан. Апла пулсан приккашчĕкĕпе те чухларах (обдуманно) калаçас пулать. Юрк. Ку кам çапнине чухласа илеймесĕр карташĕнче ют çынсем пур-тăр тесе хăраса, килти пӳртри çыннисене: арăм, Матрӳне, часрах тухăр халĕ! тесе питĕ хытă кăшкăрса ярат. Чув. календ. 1911. Кĕлти кучĕсем çапă çине пулмалла чухласа сарас пулать. N. Чухлакан çын чухлатах çав. Уж кто соображает, понимает, так понимает, || Оценивать. Юрк. † Манăн пуçăмра хура шаль тутăр, витсен витĕнĕ йывăç çулçине, çавăнтан пĕлĕр йывăç тăррине, çавăнтан чухлăр Алăм кĕрĕвĕре. || N. Атрисне çухатрăм, чухласа çырса яратăп. || Беречь. Чăв. й. пур. З2. Укçана та чухлама кирлĕ. || Догадываться. Регули 1073. Эп он попленинченех чохларăм. Ib. 54. Эп она вăл попленинчен (вăлсам поплени çинчен) чохларăм. Альш. Кам илтес тиекен вула-вула ку енчине мĕн çырнипе (с тем, что написано об этой стороне) хăй енче мĕн пулнине чухлатăр. || Знать. НР. † Кам осалне, кам чиперне пĕрре корсах чохлатпăр. || Подмечать, наблюдать ГТТ. || Замечать. Альш. Пуçран кăна аран чухлатăн вĕрениччен. || Иметь опыт; испытать. РЖС 2. Вĕсем епле хуйхăрнине хăй ача-пăча ӳстерсе чухланă çын анчах ăнлать. N. Хытă чĕреллĕ çын темĕн курса чухласан та тӳрленмест. || Уметь. N. Унтан ялта пĕр каскалама чухлакан Илье ятлă çын каларĕ... || Наказать.
штелла
куда. См. ăçталла. Алгаз. Çил штелла вĕрет-ши?
пыр
итти, ходить. С. Тим. † Пыраттăм, пыраттăм çулпала, вуникĕ кашкăр тĕл пултăм. Чăв. й. пур. Прухха та ун патне пыма пăрахнă вара (ходить перестал к нему). Абыз. Ай ман хыçран такам пырать. СТИК. Çулпа 20 салтак пырат (но: çулпа салтаксем çирĕмĕн пыраççĕ; еще: пӳртрен виçĕ ача сиксе тухрĕç те, сиккелесе выля пуçларĕç). Якейк. Эс пырсан, эп каймалла та, эс пырасса пĕлместĕп. Я поехал бы, но не знаю, согласен ли ты на это. Кан. Пыр та çыпăç ун патне! т. е. он теперь важное лицо. N. Манăн та пырас-и? И мне итти с вами? — Ан пыр (или: пымасан та юрĕ). Юрк. Пырах та, пыр, пырах та, пыр, тенĕрен улпучĕ те: юрĕ, юрĕ, пырăп, пырăп, тет (улпучĕ, пит варлă чĕннĕрен). Ib. Миçе кун пыннине (ехали до города, где сейчас идет беседа), епле çитнине каласа кăтартаççĕ. Ib. Пĕрин аллинче нимĕч чĕлхипе (нимечле. Орау.) çырнă кĕнеке. Пырсан-пырсан, иккĕш те çав кĕнекене вуласа пăхсан, тĕлĕнсе калаçса пыра пуçлаççĕ. Орау. Кĕперпе пынă чухне. Когда я шел (сюда или туда) по мосту. Ib. Тинĕс хĕрринчи ялсене карапсемпе пырса тупăсемпе пере-пере кайнă (или: пыра-пыра персе кайнă). Ib. Пырсан-пырсан, малта таçта хăй çути курна-курна каять. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ст. Чек. Кăмака умнелле те пыра пуçларĕ (стала стряпать). Т. VII. Çук, çук пымастăп (с тобою). Ib. Ик çын вăрманта пыраççĕ, тет: пĕри кайра, тепри малта, тет. ППТ. Айтăр, эсир пыратра? эпир каятпăр. N. Пырсан-пырсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет (в другом месте: кайсан-кайсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет). Сред. Юм. Пырса та ан шăршлан. И не подходи, все равно не получишь. Регули 1429. Пымассеренех вăл мана паратчĕ. Ib. 309. Эп пыраттăмччĕ те, ерĕçмерĕм. Ib. 137. Вăл пынине пĕлес çок эс. Ib. 84. Вăл пырасса пĕлес çок. Ib. 344. Эп корса, эс пыриччен тытса. Ib. 322. Эп пырсаттăмччĕ он чох, сирĕн никам та, килте çокчĕ. Ib. 593. Пыракан (пырса) онта çынсам темче хут. Ib. 399. Эп онта пырса паян. Абаш. Лаша пит аван пырать. Орау. Лаша тĕпре пит лайăх пырать (идет). Юрк. Пыр — ступай. Ib. Мана çырса ларакан çын кирлĕ, çывăрса ларакан çын кирлĕ мар. Пыр, ман патăмран тух та кай, тет. Хурамал. Пырсан-пырсан, вăл пĕр хулана пырса кĕнĕ. Ib. Пĕри калат: пыр, эсĕ кĕр хĕр илме. N. Пыр-ха çавăнта хăвăртрах, чуп = кай-ха çавăнта хăвăртрах, чуп. Чăв. й. пур. 14. Эсĕ пыр, таврăн киле. Альш. Пыр-ха, ман сумккана исе кил-ха, тет. N. Эсĕ ман патма пыратна? Ты идешь ко мне? (Спросит человек, идущий к себе домой, знакомого, если предполагает, что тот идет к нему. Если повышение голоса не на послелоге, то это значит: «ты придешь ко мне?»). N. Нимĕçсем пирĕн çине çĕрле пычĕç (подошли к нам). N. Ну, тарçăм, виçĕ апатна та эсĕ пĕр тапхăр çирĕн, пыр ĕнтĕ, тула тухса, хытăрах ĕçле, тесе каларĕ, тет. N. Эпир унта ялпа (не ялĕпе) пытамăр. N. Пынă çемĕн пырас килет. N. Пырах сӳреççĕ. Юрк. 18. Пыр халĕ, лешне пĕр савăт илсе кил, кĕрешес уммĕн пăртак ĕçсе пăхам! (эрех илме хушат). Ib. Ку улпучĕ нумай та шухăшласа туса тăмаст: пуçа çăмăл пулат пулсан, пыр халĕ, пĕрер савăтне кӳрсе пар, тет. Кан. Ăна алăран алла çӳретеççĕ, пыни пĕр эрне çитес умĕн, вăл «Капкăн» мунчалах пулса каять вара. N. Тĕтĕм сан çинелле пырать-çке. || Поступать (о деньгах). N. Унтан ку çын патне кашни кун темĕн чухлĕ укçа пыма пуçларĕ, тет. (Из сказки). N. Çырма та ал пымас ман халĕ топă сассипе. || Находиться в том или ином возрасте. Юрк. Асли, ывăл ачам, чупса çӳрекен пулчĕ, 2 çулта та 4 уйăхра пырат. || Годиться. N. Сӳрене тиха пырат. КС. Суха-пуç пымаст (плохо пашет). N. Пыман суха-пуç пек. Беседа. Навус хырма тытăнать, кĕреçи хырнă çĕре пымасть. || Итти замуж. N. Эсĕ мана ху юратса тухса пытăн. Лашм. † Хамăр ялăн ачисем сар ача, ан авланăр — хамăр пырăпăр. ЧП. Хĕр пырать те, хăй илмес. N. Хĕрсем пымĕç (за меня). Пазух. Ют ял ачи куç хĕсет, мана пырать, тет, пулĕ; пымăп çавă эп сана, манăн савни ялта пур. ТХКА. 87. Наçтаç аки пур, суя ятне илтес çукчĕ, пырап тени хупларĕ. || Лезть. К.-Кушки. Кушак çурисем амăш патне пĕр-пĕринчен ăмăртмалла пыраççĕ. Котята наперерыв лезут к матери. Орау. Выльăхсем епле те пулсан шыв хĕрнеллех пырасшăн. Скотина лезет к воде. || Сопровождать. Бес. чув. 10. Хăш чух тата çынсен мулла хыççăн «эллах – эк-пер, эллах — эк-пер», тесе пынă сасă илтĕнкеленĕ.|| Размножаться; водиться. Орау. Хурăн хуллипе выльăха çаптарма хушмаççĕ; выльăх пымаçть, тиççĕ. Выльăх пыманни (ĕрчеменни) кил вырăнĕнчен те килет, тиççĕ. Ib. Вăсен выльăх пымаçть. Альш. Кил-çурта чавка илешсен, выльăх чĕрлĕх пырать, теççĕ. ЧС. Аттепе пĕр тăван пиче уйăрăлнăранпа пирĕн лаша пыми пулчĕ (не стали водиться лошади, падали). || Существовать, длиться, продолжаться. N. Вĕсен тĕрлĕ кирлĕ мар йăлисем халичченех пыраççĕ. ЧС. Çын çилли çакăнсан, тепĕр тавлăксăр каймасть, хăш-хăш чух виçĕ тавлăка та пырать, теççĕ. Кан. Çунасси вăтамран 80 минута пырать. Вопр. Смоленск. Уçă, çăмăл, нӳрлĕ çил вĕрсессĕн, йĕпе вăрăма пырать. Чума. Хăсса чарăнсанах, çын çăмăланнă пек пулать, анчах нумая пымасть. || Баран. 40. Хуппи (деревьев) мăкланса каять, вĕсем çинче курăк ӳсе пуçлать, çапах та йывăç кĕлетки нумайччен пырать. N. Халь пурнăç пырать. || Доставать, хватать. Изамб. Т. Пĕрре илсен, ун темиçе çула пырат. N. Çирĕп тусан, нумая пырать (надолго хватит). N. † Çаккăнта ĕçни-çини атте-анне çуртне пыминччĕ, çамрăк пуçа хĕсӳ килминччĕ. Ib. Ку укçа нуммая пымас (çитмес). N. Паян тытни (рыба) пырсан пĕр çур çула пырĕ, малашне мĕн тăвăпăр? Т. IV. Эрне кун çĕнĕ çăпата сырсан, çăпата пĕр эрнене анчах пырат, теççĕ. || Стоить, значить. N. Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншен пыр иртни те тем пыратьçке. Кан. Ларса юлни пырах та пырать те, тульккĕш вăл чăвашсемпе калаçма пĕлмест... || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Ой-к. Сенре (= сентере) тăрăнчен шуçса пынă чух (при передвижении) алла темĕскер перĕнчĕ те, тӳнчĕ карĕ. СТИК. Тарса пынă чухне ярса илчĕç. Ib. Чупса пынă чух такăнтăм ӳкрĕм. Ib. Тарса пынă çĕртен тытнă (указывается на то, при каких именно обстоятельствах пойман). Ib. Тарса пынă çĕрте çăкăнса (= тирĕнсе, тăрăнса) аннă. Ib. Чупса пынă чухне такăнтăм та, лач! ӳкрĕм. Бес. чув. 5. Ăна пурăнăç хăех вĕрентнĕ; мĕн тăвассине, мĕнле пурăнассине пурнăç хăех кăтартса пынă. Изамб. Т. Ул хăй хытă килет, хăнчен вут тăкăнса пырат (огненное явление). Альш. † Эпир кайса пыратпăр, курса юлăр куç тулли. Н. Якушк. † Сирĕн савнă тăванăр кайса пырат, пит инçе кайиччен курса юлăр. Букв. 1908. Шывĕ тăп-тăрă пулнă. Хурсен урисем курăнса пынă. 1904. Çапла чупса пынă çемĕн эпĕ хам умра мĕн пуррине курман та, шыв лупашкине лап! кĕтĕм ӳкрĕм. Регули 9. Вире (в гору, в знач. возраста) пырать, ватăла пырать. N. Вилнĕ çынна пытарсан, пӳрт урайне, сакăсене алăк патĕнчен пуçласа тĕпелелле çуса пыраççĕ. Кожар. Эпир вăрласа кайман ăна, пирĕн пичей вăрласа пынă (украл) ăна, калама килтĕмĕр, тенĕ. N. Ун та вăл териех сарлака юхмас (вода), навуспалан пĕвелесе пынă ике енчен те (запружено). N. Шыв тумламне яка çĕрте пӳрнепе ăçталла илсе пыран, çавăнта пырать. О земл. Çав майпах çĕр ĕçĕ те ăстаран ăстана кайса пырать (все улучшается). N. Акă çуркунне сывăхарса пырать (приближается). N. Вĕсем тухни виçе уйăх иртсе пынă, анчах ниăçта та пĕр çĕр татăкĕ те çук. Пазух. Эпирех те кунтан кайса пырсан, шăпăртатса юхĕç куççульсем. Ир. Сывл. 26. Ытарма май çук кунсем таçта юлса пыраççĕ. Ib. Пĕчĕкçеççĕ кимĕсем... юлса пыраç пирĕнтен. Юрк. † Каяс вăхăтăм çитсе пырать (приближается). Ib. † Урампа маюр иртсе пырат (проходит), çта пырассине пĕлмес. N. Кайран, пурна-киле, çав Çумак шурĕнчи çĕр типсе пынă (высыхало). Торган. Рамри юр кайсах пырать (снег сходит), шывĕ те вăйлăланса пырать. Орау. Ачасем ӳссе пынă çемĕнĕн пурнăç каялла каять. (Напис. в 1907 г.). Б. Олг. Эс ман патра порăн, ойăхне виç тенкĕ тӳлесе пырăп; ман патра ан (= авăн) çапса порăн, ан пĕтериччен, виç тенкĕ хоратăп сана хак. Хурамал. Вăл салтак мĕн пур тупнă укçине ялан ĕçсе пĕтерсе пынă, тет. ЧС. Хай пирĕн тете кунсерен йывăрланса пычĕ... (все более и более расхварывался).
пус
, пос, давить, придавить, надавливать, нажимать, набивать. Шел. 98. Ирĕксĕр пусса выртма тытăнчĕç. N. Урине урапа пусса карĕ. N. Вăл çĕрĕк патаккине питĕ хытă пусма тапратрĕ. Альш. † Пусса-пусса ан кала (не играй сильно надавливая на лады), пуç ыратать, аттеçĕм; варрăн-варрăн ан кала, вар ыратать, аттеçĕм. Ib. † Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит усать. Ib. Старикки пĕр ывçă тăм илет те, çын кĕлетки туса кăмакана хурат, тет. Куçне тăхлан пусат (вдавливает), тет. Ст. Шаймурз. † Укалчаран тухсассăн, тăм кĕлетке тăвăпăр, куçне тăхлан пусăпăр, пилĕкне пурçин çыхăпăр. Н. Лебеж. Чавка чĕппи илнĕ чух виçсĕмĕре çыран пусрĕ (придавил обрушившийся берег). Чертаг. Хыт пôсса толтарнă. Ib. Пôса-пôса толтарнă (туго). Б. 13. Çĕнĕ кĕрĕк çĕлетрĕм, пусса тăхăна (регулярно, все время) пĕлмерĕм, ахалех çĕтĕлсе пĕтрĕ. Кан. Пусарчăксем çĕр мамăкне пусарах тиеме май параççĕ. N. Пусса хуман, наложено неплотно (вещество). Толст. Чăршă турачĕсем юр пуснипе (под тяжестью снега) усăна-усăна аннă. В. Олг. Ора айне кĕрсе каят, поссарас (= посса ярас) полат (как раз задавишь, котёнка). Сред. Юм. Хӳме ачана пôснă. Забор задавил ребенка. Ib. Хыта полнă-и, тесе, хăмла кипписĕне порне те посса пăхса тохрĕ. Батыр. Пĕр çынна кашни каç вопăр посма поçларĕ, тет. Орау. Урапа кустăрми сысна мăйĕ çинех çитсе пусрĕ. Ib. Çӳлти хутри мачча йăтăнса анса, аялти хутсенчи маччасене те пусса йăтăнтарса антарнă (или: пусса çĕмĕрсе антарнă). Ала 61. † Тăванçăм каяс патне те, ай, çитсессĕн, куçне пусса шăла та пуçларĕ. N. † Шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ. N. † Питне куççулпе çăват, çаннипе пусса шăлать. Карсун. Чипер посса шăл (плотно вытирай). Бугульм. † Куççулĕпе пичĕсеве çăваççĕ, çанни вĕçĕсемпе пусса шăлаççĕ. Юрк. † Шурă акка пачĕ шурă тутăр, вĕри куççӳллисене пусса шăлма. Кан. Ăна (кулача) вăл вара ларса çимест, пур те курччăр тесе, ăрам тăрăх утса урлă пусса çыртса пырать. || Поглаживать (напр. брюшко). ТХКА 121. Шурă мăнтăр аллипе квапи тĕлне тытать те, йăл-йăл кулса савăнса, мăн хырăмне ик алпе вар пуснă пек сĕркелет || Ступать, переступать, наступать. Юрк. Хăваттиртен хаприке виççĕ ярса пуссан çитетен. ССО. Ярса пусмассерен çĕнĕ япала. На каждом шагу новости. N. Эпĕ ăçталла ярса пуснине искерсе (наблюдая) çӳретĕн. Альш. Пурте çывăрса кайсан, ку хĕр тăрат, тет те, çав каччи текенни çине пуссах тухса каят, тет. Алших. Çулçине татса ил те, урупа ун çине пус. N. Пĕрре слон çиленнĕ те, хăй хуçине урипе пуснă. N. Мăн кĕрнӳкерĕ çак такмакне каласа пĕтериччен, ытти туй халăхĕсем пурте мăн-кĕрнӳкер хыçĕнче умлă-хыçлă тăрса, тепĕр ура çине пусса, пуçĕсене пĕшкĕртсе, ташласа тăраççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ, шыв хĕрне çитсен, нумайччен пусса çурерĕм. Ск. и пред. 103. Пĕр пуçĕнчен хыр каска тӳртне пусса кĕмешкĕн (вместо приступка или ступеньки). || В перен. зн. Никит. Михали пилĕке пуснă. Михаилу пошел пятый год. ТХКА 13. Ман ывăл ача кăçал кĕркунне вунă çул тултарчĕ, вунпĕр çула пусрĕ. Изамб. Т. Ватăлтăм ĕнтĕ, хĕрĕхе пусап та (старухой стала). N. Çавăнтан кайран тăватă кун иртсе пиллĕкĕмĕшне пуссан (на пятый год)... || Приклеивать. N. Прошенисене пусма илекен маркă укçине, тата урах та тӳрех пуçтарман укçана косвенный налог теççĕ. || Прикладывать. Скотолеч. 16. Урнă йытă çыртнă вырăна хăвăртрах тимĕр хĕртсе пусас пулать, е вĕри кĕлпе пусас пулать. N. Вăл (уж) сăхнă вырăна ĕмме те, тимĕр хĕртсе пусма та кирлĕ мар. Ой-к. Вара хай карчăка хĕртнĕ тимĕрпе чĕлхинчен пусрĕ те, çаклатса лартрĕ. || Приложить (ладонь). N. Аллине кăмака çумне пусса илчĕ. Приложил ладонь (лапу) к печке. N. Аллине тӳнĕ пур çине (на толченый мел) пусрĕ те, пĕрене çумне пусрĕ. || Приложить руку, подписаться. N. Ку хут çине алă пуснă. Эта бумага подписана. N. Çак укçана илтĕм, тесе, алă пуснă. || Покрывать. Трахома. Малтанах куç шăрçи çине кăвак йăлхах (пленка) пуса пуслать. N. Тар пусасран хăратăп, боюсь, чтобы не покрыл пот. Альш. † Кĕмĕлех те çĕрĕ пысăк пулмас, унăн куçĕсене тар пусмас Юрк. Вĕсем çине тăпра, тусан пуснă пирки, курăксем ешерсе ӳсеççĕ. N. Мĕскĕн тумтирĕ хутламĕсенче тусан пусни паллă мĕн. Ib. Хуйхăлă чĕрене çу пусмĕ. || Заносить (о снеге), завалить. N. Малтан тухса кайнă чухне пĕр çын çуртне пĕтĕмпе юр пусса кайнине (что завалило) курчĕ, тет. N. Пӳрте юр пусса (хупласа) илнĕ. || Одолевать. Альш. † Кĕркуннехи уçăма турă (гнедой) ут пусĕ малашне. Каша † Ай-хай тăванăмсем-çунатăмсем, çичĕ ют пусрĕ, тесе, ан калăр. Ачач 80. Выртатăн, выртатăн та, хĕвел ăшши пусса çитернĕрен, çавăнтах акă питĕ тутлă... тутлă ăйхăпа çывăрса каятăн. ГТТ. Этемме хĕвел пуснине, уйăх пуснине куратпăр. N. Улăп пусни. С.-Устье. Вара патша ывăлĕ калат: анчах пăхса лараттăмччĕ, ыйхă хытă пусса килчĕ те, çывăрса карăм, тет. Шурăм-п. Тумтире е ӳт-тир çине пыйтă пуссан, инкек пулать. Якейк. Ĕçе-ĕçе кăсене сăра пуса пуçларĕ (стали пьянеть). ГТТ. Килте хура кушак пулсассăн, хура чăхă пулсассăн, тăшман (враг) пусаймас, тет. Зап. ВНО. Анана арăм-ути пуснă (пусса кайнă). N. Пĕтĕм çырмана хăва пусса çĕнтернĕ. Сред. Юм. Мана паçăр ӳсĕр чистиех посса çитнĕччĕ, халь толта çӳрекелерĕм те, пăртак орăлтăм. N. Икĕ çырма хушшине çырла пусса çĕнтернĕ, ай люли; пирĕн ялсен хĕрсене, ай люли, укçа пусса çĕнтернĕ. N. Ун пек чух тирпей кирлĕ, унсăрăн чир чĕр те пусса илме пултарать. N. Карташне (кил-картине) пĕтĕмпе курăк пусса илнĕ. || Обмакнуть. Пшкрт. Юрк. Тиркĕ хĕрринчи пăттине кашăкпа ăсса илсе, çу куçне пусаççĕ, унтан çулă пăттине çăвара хыпса çиеççĕ. N. Посса пар, обмакни (это перо в чернила) и дай мне. || Употреблять насилие. ЧП. Тĕвик-тĕвик текерлĕк, тӳсе çиме юрамасть; ӳснĕ-ӳсмен хĕрсене пусса илме юрамасть. Ib. † Пулнă-пулман урпана пусса вырас ан пулăр. Изамб. Т. † Шав-шав урпа пулмасăрах пусса вырăс мар. || Нашивать. Альш. «Тевет» — умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ ĕрет, тата шăрçа пуснă. Микушк. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. || Удерживать. N. Хыснашăн пусса юлакан укçа (объяснение косвенного налога). || Ставить. Чотай. † Ору айне покан пос, чавсу айне çытар хор; покан посан тийиса сохăр-вĕтрен ан полтăр. (Свад. п.). || Валять (сукно). Изамб. Т. Тĕртнĕ тăлана пусасçĕ. V. S. Çăмран пусса тунă япала. Сред. Юм. Тăла пôсать, чăх пôсать, ура пôсать. Ib. Пôсса çитет поль ĕнтĕ ко тăлана: кĕрессе те нăмай кĕнĕ, тачкаласса та тачкалнă. Пора перестать валять (толочь) сукно, ибо оно достаточно укоротилось и стало толстым. Баран. 162. Хĕрарăмсем... кошмасем пусаççĕ, палассем тĕртеççĕ. || Сидеть на чем, высиживать (о наседке). Тораево. Пĕр çын тĕрне çăмарти тупнă, тет те, ăна пусса ларать, тет. БАБ. Чăхă тавраш, хур-кăвакал тавраш пусма сивĕнсен, каллех пустăр, тесе, татах юман кăмпине тытăнаççĕ. ЧС. Сĕрен ачисем кĕнĕ çĕре, сакă çине кĕççесем, минтерсем сарса хураççĕ. Ăна, чăххи пусма лартăр тесе, сараççĕ. Бюрганский. Кăçал, тен, сан телейпе-и, чăхсем пит ырă пуса-пуса кăларчĕç. N. Пусма ларнă хур. Орау. Хăш-хăш кайăксем (шăнкăрч) пусма ларнă чухне, ами кайсан, ун вырăнне йăварра аçа ларать. Некоторые птицы насиживают гнезда попеременно (самец и самка). Якейк. Пирн виçĕ чăхă посса лараççĕ, темле пăрахтарас, шыва чикес поль. N. Чăх пусма ларнă. Орау. Хурсам пусма лара пуçларĕç (стали садиться), курнать. N. Курак ларать йăвара çăмартине пусса. || Настигать. ЧС. Вăрманта-мĕнте, çăмăр-мĕн пусас пулсан, йăвăç айне ан тăрăр. || Грабить. Пшкрт. Кĕлет ăшне хорак посса токса (подломали). || Крыть, топтать (о птицах). Орау., КС. Алтан чăхха пусать. Б. Олг. Атан чиппе (курицу) посать.
пушмак
башмак, ботинки, туфли. Альш. † Ĕнчĕ пушмак, шур чăлха. N. Вĕсем е пушмакĕсе (= пушмакĕсене) хапха урлă ытаççĕ, е куçĕсене тутăрпа хупласа хапхаран тухса каяççĕ, тата сурăх ури тытаççĕ (на святках). Микушк. Пушмак ывăтаççĕ: пушмакăн сăмси ăçталла выртать, çавăнталла качча каймалла, теççĕ; каччă пусан, çавăнталларан хĕр илмелле, теççĕ. Илебар. † Пушмакки пичĕсем (у них) хурăн хуппи. || В перен. знач. Чăв. й. пур. 16°. Пуçа ӳксен, пушмак: килте урăх шанăç пулмасан, йĕрес те çӳрес пулать, ниçта тухмасăр, килтех пурăнма хал çук. Орау. Пуçа килсен пушмак: тăратсан (когда вызовут), мĕн те пулсан авăртан (если спросят урок, приходится что-нибудь молоть). N. Поçа килнĕ пошмака час хывса прахмалла мар.
пăрăн
(пы̆ры̆н, пŏрŏн), повертываться, поворачивать, заворачивать. Сёт-к. Карчăкпа старик порăннă, порăннă, онтан пуçĕ пăрăннă, сăмси чалăшнă. (Начало сказки). N. Кукăртан пăрăнсанах, аякра вут çути курăнса кайрĕ. Баран. 96. Хирĕç пулас пулсан, ниепле те кунта икĕ урапа пăрăнса иртес çук. Альш. Çав Этремене, Сĕве пăрăнса кĕнĕ тĕлелле тухат вăл пирĕн Сурăх-каççи. || Изменить (о счастье). Сёт-к. Онăн телейĕ пăрăнчĕ онтан. || Свернуть с пути. N. Яла каймĕ, ăçталла та пулсан, пăрăнса кĕрĕ, терĕ. || Объезжать. N. Ку япаларан пăрăнса каяс пулĕ (объехать на дороге). || Корчиться, извиваться. Чураль-к. Потаçăм, потаçăм, пăрна-пăрна ан макăр, пăрăнса вилĕн, потаçăм. См. потаçăм. Неверк. Ĕмĕр пурăнас тесе, пĕр хĕр илтĕм, турă та çырмарĕ пурăнмашкăн, пăрăнса йĕрсе юлчĕ укалча тулне. ЧП. Вăрăм чăршă тăрринче пăрна-пăрна кук авăтать. Тораево. † Унтри пичи лаççинче пăрна-пăрна куку автать, эпир çавнашкал автас çук. || Дать дорогу. Ск. и пред. 45. Пăрăнăр çынсем! Мăншу хĕпĕртет хăйĕн çĕршывне сутнă укçипе! N. Çул çинче вăл пичĕшсене хуса çитнĕ те: пăрнăр! тесе кăçкăрнă. СТИК. Эй, пăрăн! Берегись! (при тихой езде или если кто что-нибудь несет; в др. гов. и «пăрăн»). Тим. † Улăх ути çулнă чух пăрăнчĕç партас утисем [срв. партас кĕпçи]; пирĕн ял хĕрĕ кайнă чух пăрăнчĕç Кивĕ-ял хĕрĕсем. || Уклоняться, отворачиваться. N. Йывăр ĕçрен ан пăрăн. N. Пытана пуçларĕ, пăрăнса çӳре пуçларĕ. Янтик. † Кайăк хур каять картипе, йăви юлать пăрăнса (в стороне). Юрк. † Аслă вăрман витĕр тухнă чух пăрăнса юлчĕ пушă аври; аслă ял витĕр тухнă чух пăрăнса юлчĕ чун савни. Кр. Чет. Тайба-Т. † Улăх утине çулнă чух хир утисем пăрăнĕç. || Отлынивать (от работы). Юрк. Лешсем хăш чухне хăне те ĕçлеме чĕнсен, вăл хăй ялан сăлттав мĕн тупам пек пулса, пăрăнса юлма тăрăшнă. || Изгибаться, извиваться. Янш.-Норв. † Эпир пырас çул çинче пăрăнса шăтнă пĕр хурăн. N. † Пăрăнса ӳснĕ пĕр тулă (выросла изгибаясь). Альш. † Эпир пырас çул çинче пăрăнса ӳкнĕ пĕр пăри. Юрк. † Эпир пырас çул çине пăрăннă-шăтнă пĕр тулă. N. Пирĕн хирĕн варринче пăрăнса ӳкнĕ пĕр миша (межа проведена не прямо). || Разъехаться. Иревли. Курасшăн пит çуннăччĕ; сире курса пулмарĕ, тахшĕ тĕлтре пĕр-пĕринчен пăрăнса кайнă. || Размахиваться. С. Айб. † Пăрăнса та утă эп çулмарăм, татса та пĕрлĕхĕн те, ай, хыпмарăм. || Поскользнуться. N. Манăн урамсем кăштах пăрăнса каймарĕç.
ăрăссăр
(ы̆ры̆ссы̆р), несчастный. Бел. Гора. † Эпир аттепе анненĕн ăрăссăр чунсем; турă ăçталла, çавăнталла. Н. Лебеж. † Сар кайăкăн чĕппи çылăхсăр чун, эпир атте-аннерен ăрăссăр (телейсĕр) чун. Юрк. † Хурăнтан хурлăхлă йывăç çук, çак пиртен ăрăссăр тăвансем çук. Печальнее березы нет дерева, несчастнее нас из нашей родни нет никого.
ăсла
придумать, выдумать; размышлять. мыслить. Т. Григорьева. Ăсли ăсласа иличчен, ухмахĕ персе ярать, теççĕ. (Послов.). Пока умный придумает, дурак уже скажет. Цив. Ăсла-размышлять. Посл. 22,16. Эпир сире хамăр Иисус Христос туррăмăрăн хăвачĕ çинчен, вăл килни çинчен чеелĕхпе ăсласа тупнă юмах хыççăн кайса пĕлтермерĕмĕр. О землед. Ăна кăшт анчах кăтартса памалла, малалла ĕç ăçталла каяссине вăл хăй те ăсласа тупать. Ему только немного показать, дальше он сам додумается, в чем дело. Учите детей. ЬIйтсан: сана мĕн кирлĕ? тиес пулмасть, лайăх, ăсласа, каласа парас пулать. Если спросят дети (о чем-нибудь), не нужно говорить: «что нужно тебе?» — а надо подробно разъяснить (спрашиваемое). Баран. 139. Пит ăсласа тунă. Сделано с большим умом. Латыш. Шухăшласа, ăсласа çӳренĕ (шаланкă). N. Эпĕ: ку кĕнекене епле çын кăларнă-ши? ăçтан ăсласа тупнă-ши? тесе ыйтрăм. Я спросил: «Какой человек выпустил эту книгу? Откуда хватило у него ума (написать ее)?»
ăçталла
(по направлению) куда? К.-Кушки. Ăçталла уттартăн-ха эсĕ? Куда это ты пошел?
ăçталла-кунталла
в разных направлениях (в перен. см.?). СПВВ. Ăçталла-кунталла шухăшласа лараттăм.
мулча
молча (мол’џ̌а), баня. Шибач. N. Унăн мулчи пулнă (поспела баня, готова), милки пиçнĕ. Орау. Улах мулчи хутма карĕ. Пошла истопить баню, где соберется „улах“. Ib. Мулчана та каяççĕ, хупаха та каяççĕ, питне кĕççе çĕлесе çӳреççĕ (шлёндают по баням девки). Вомбу-к. Молча алăкĕ; молча алăк хлăпĕ (сӳсрен яваççĕ); м. влашки; м. кашти; м. курки; м. кмаки; м. лапки; м. мĕлки; м. сакки; м. чӳречи; м. турчăки; м. хоранĕ; м. умĕ, перед бани, где дверь м. хыçĕ, задняя сторона бани. N. Мулчу пулчи? Истопилась ли у тебя баня? Тораево. Хĕрсем Йăвана каланă: Йăван, мулча кĕрех кай! тенĕ (он шел дорогою). Пшкрт: мол’џ̌ра с’аβы̆н, париться в бане. Курм. Молча çонса тоххĕр. Баня истопилась. Орау. Мулча çунса пĕтни? Истопилась ли баня? Ib. Мулча çунтартăм. Я истопила баню. Ib. Мулчана çунтарса ятăм. Я сожгла баню. || Какая-та ловушка для горностая или ласки? Г. А. Отрыв. Пăшалпа мар, мулча тунăччĕ (юс мулчине). Малтан йĕр çавăратьчĕ, йĕрлесе çавăрнатьчĕ; ăçталла йĕр нумай, сăватьчĕ вара унталла катăк тавра. Унтан юс шăтăкне хулăпа йăкăрлатьчĕ. Малтан катăк тавра çавăрнат йĕр туса, унтан тепĕр катăкалла вара çавăрнать йĕр туса (кил-хушши пак, татăкăн-татăкăн ĕнт çав вăл). Пĕр татăк пĕр çĕртрен çавăрать, тепĕр татăк тепĕр çĕртрен çавăрать – вăт катăк. Кунталла нумай тухса килни вăл, ай унталла (машет, указывает своею рукою вперед и назад около головы) çав катăкра. Кайран юс шăтăкне пĕр шăтăкне хулăпа йăкăрлать, тепĕр шăтăкне тене (что-то в роде ловушки?) лартать [„тĕнĕллĕ тăвать вăл“]. Описание бестолковое.
уттар
оттар, заставлять итти шагом; понукать (лошадь); двигаться вперед; отправиться; ехать или итти шагом. СТИК. Атьăр уттарар-и, чуптарар-и («форма вопроса, но не означает вопроса, а только особая форма»). Изамб. Т. Вĕсем лашисене ялан уттараççĕ. Они все понукают лошадей. Хыпар № 19, 1907. Халăх укçине капла тыткалани хура, халăха ăçталла уттарни халăх пурăнăçĕнчен паллă. Ч. П. Епле уттарам-ши уттине? Актай. Çак йытă кĕтӳçе пĕртте уттармаç (не утруждает ходьбою), тет, хăех йытти выльăхсене пухса çӳрет, тет. Юрк. Чикан ураписем кĕпер урлă каççа кайсан, эпир те: кĕпер урлă каçар, тесе, хамăр лашана уттара пуçларăмăр. Жит. св. Январь. Унăн патĕнче чилай пурăнса, хăйне çул çине малалла каймалăх укçа тусан, унтан тухса, малалла уттарнă. Моштауш. Вĕсем мана корчĕç те, вăрманалла оттара поçларĕç; эпĕ те хыçран оттара поçларăм. Янорс. Эпир вара малалла уттарса карăмăр. Б. Яныши. Çомăр хамăр патарах çитсен, шолтрисам утсене тытрĕç те, килелле оттартăмăр. Изванк. Лашасене уттараччен (перед тем, как тронуться с места), ватăрах çынсем... N. Кĕреçи хуçăкне (изломанную лопату) илсе, килнелле уттара пачĕ, тет (отправился).
куда
нареч. вопросит. и относит.
ăçта, ăçталла; Куда вы идёте? Эсир ăçта каятăр?
ветер
м. çил; свежий ветер уçă çил; ◇ бросать слова на ветер шухăшламасăр калаç; у него ветер в голове çăмăлттай çын вăл, унăн пуçĕнче çил вылять; держать нос по ветру яланах вăйлисем майлă пулма тăрăш, çил ăçталла — унталла сулăн; ищи ветра в поле уйра çил хăвала.
гнуть
несов. 1. что ав, кукăрт, авăнтар, пĕкĕрт; гнуть дугу пĕкĕ ав; гнуть полозья тупан ав; 2. к чему и без доп., перен. разг. пăр, çавăр (сăмаха) куда он гнёт? ăçталла пăрать-ши вăл сăмахне?; ◇ гнуть горб (или спину) йывăр ĕçле; гнуть шею (или спину) перед кем-л. тархасла, ыр пуласшăн тăрăш; гнуть в дугу (или в три дуги), гнуть в бараний рог кого-л. пăхăнтар, итлекен ту; гнуть свою линию ху шухăшланă пек ту, хăвăннех тытса пыр.
за⸗
приставка 1. глаголсем çумне хушăнать, ун пек чух çакна пĕлтерет: 1) ĕç пуçланнине: засмеяться кулса яр; запрыгать сик(келе)ме пуçла; 2) ĕç пулнине: завоевать çĕнсе ил; затвердеть хытса лар; 3) (-ся татăкпа тата унсăр та) ĕç шутран ытла пулнине: заговориться ытлашши (е нумай) калаç; захвалить ытлашши мухтаса пăрах; 4) ĕç ăçталла та пулин сулăннине: закатиться (напр. за шкаф) кусса кĕрсе кай (сăм. шкаф хыçне); 5) ĕçе çула май тунине: занести кĕртсе пар; 2. япала ячĕсемпе паллă ячĕсене тума хушăнать, «леш енче», «кайра» е «аякра» пĕлтерĕшлĕ: заречье çырма леш ен; заречный çырма леш енчи.
куда
нареч. 1. вопр. ăçта, ăçталла; 2. вопр. разг. (зачем?, к чему?) ăçта, мĕн тума; куда мне столько вещей? мĕн тума кирлĕ мана ун чухлĕ япала?; 3. неопр. разг. (в какое-нибудь место) ăçта та пулин; если куда пойдёте, скажите мне ăçта та пулин каятăр пулсан, мана пĕлтерĕр; 4. относ. çĕре (е çĕрте), тĕле (е тĕлте), ăçта; я взглянул туда, куда показывал он эпĕ вăл кăтартнă çĕрелле пăхрăм; куда назначат, туда и поеду ăçта яраççĕ, çавăнта каятăп; 5. в знач. частицы, разг. чылай, нумай; куда сложнее, чем мы ожидали ĕç эпир кĕтнинчен чылай кăткăсрах; 6. в знач. усил. частицы, разг. уст. ытла та, питĕ; куда как весело! ытла та савăнăçлă!; куда Макар телят не гонял пит инçе; куда ни шло тепĕр тесен, мĕнех вара; ăçта каймасть.
у
⸗ приставка, глаголсем çумне хушăнсан, çакна пĕлтерет: 1) ăçталла куçнине, уăрăлса кайнине: улететь вĕçсе кай; утечь юхса кай; 2) уйăрса илнине, пĕчĕклетнине: ушить пĕрсе çĕле; 3) ĕç анлăшне, сарлакăшне: устлать сарса тух; 4) ĕç пахалăхĕ улшăннине, вăйланнине: укрепить çирĕплет, тĕреклет.
ăçта
[oŝjta]
kie(n)
ăçта васкатăн — kien vi rapidas?
ăçта тĕл пулатпăр? — kie ni renkontiĝu?
эс(ĕ) ăçта ĕçлетĕн? — kie vi laboras
кирек ăçта та пěр хěвел — ĉie estas la sama suno
ăçтан — de kie, el kie
кирек ăçтан тупса кил — portu de kie ajn
ăçтан килетĕн? — de kie vi venas?
ăçталла? — kiudirekte? kien?
эппин, ăçта та пулин кайса килĕпĕр — do, ni vizitu ion (ni iru iun lokon)
таçта — ie(n), ne klaras kie(n)
таçта кайса кĕнĕ — ien malaperis
таçта кайсан та — se oni iru ien (kie ajn oni iru)
ниçта — nenie(n), ĉie(n), ie(n) ajn
вĕсем ниçта та çук — ili estas nenie
эпир ăçта пурăнсан та — ni vivus (loĝus) ie ajn
ниçта кайса кĕме çук — eblas iri nenien
Çавăн пекех пăхăр:
ăçта килчĕ унта ăçта кирлĕ ăçта кирлĕ унта ăçта пăхнă унта « ăçталла » ăçталла-кунталла ăçтан ăçтан çитнĕ унтан ăçтан килчĕ унтан ăçтан кирлĕ унтан