Шырав: ăçтан

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

кĕр

IV.

1.
глагол движения внутрь
— перевод зависит от способа передвижения:
входить, заходить, въезжать, заезжать, вступать и т. д.
алăкран кĕр — войти в дверь
чӳречерен кĕр — влезть в окно
кĕмелли билет — входной билет

кĕрсе вырт —
1) забраться, залезть (напр. в шалаш)
2) заехать на ночевку, зайти переночевать к кому-л.

кĕрсе кур —
1) зайти и посмотреть (напр. фильм)
2) посетить кого-л., заглянуть куда-л.

кĕрсе çухал — скрыться, исчезнуть (напр. в толпе)
кĕрсе тух — зайти ненадолго, заглянув
çула май кĕрсе тух — заглянуть по дороге, попутно
ку ĕç историе кĕрсе юлнă — это событие вошло в историю
Кĕриччен малтан ăçтан тухмаллине асăрха. — посл. Прежде чем войти, заметь, где выход.

кирек

частица, обобщ.
любой, хоть какой, хоть как
кирек ăçта — 1) кое-где, где-либо 2) кое-куда, куда-либо
кирек ăçта та — 1) везде, где бы ни было, хоть где 2) куда бы ни было, хоть куда
кирек ăçтан туп! — хоть где найди!, найди где хочешь!
кирек кам — кое-кто, кто-либо
кирек кам та — любой, кто угодно, хоть кто
кунашкал сĕнӳпе кирек кам та килĕшмелле — с таким предложением любой согласится
кирек епле сăлтавпа та — по любому поводу
лавккара кирек мĕн те пур — в магазине есть все, что угодно
кирек мĕн каласан та — что бы там ни говорили
кирек мĕн пултăр — что бы ни случилось
кирек мĕн пулсан та — что бы ни случилось
кирек мĕн пуласран — на всякий случай

кирек мĕнле —
1) любой, хоть какой
ăна кирек мĕнле ĕç те ал çемми — ему любая работа по плечу
2) хоть как
кирек мĕнле пулсан та — при любых обстоятельствах, во что бы то ни стало

кирек хăçан та — всегда, когда угодно,когда бы ни было
вăл кирек хăçан та хаваслă — он всегда в хорошем настроении
кирек хăш — любой, хоть какой
кирек хăш киле кĕр — войти в любой дом
кирек хăшĕ те — кто угодно, кто бы то ни было

кирек сахарна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине — фольк. ты потчуй меня хоть сахаром, хоть медом — все равно я хочу домой

Кирек мĕнле ĕç те ăстаран хăрать. — посл. Дело мастера боится.

малтан

3.
сначала, сперва, вначале
прежде чем

малтан шутласа пăх, унтан кала — прежде подумай, потом скажи
малтан шутланă тăрăх — по предварительным подсчетам
Кĕриччен малтан ăçтан тухмаллине асăрха. — посл. Прежде чем войти, заметь, где выход.

пулан

всякий, каждый, любой (о человеке)
все
пулана ăçтан юрăн — на всех не угодишь
вăл пулан çынна алă памасть — он не каждому подаст руку
пулан кайăксем те çывăраççĕ, пĕр шăпчăк çеç калать юррине — фольк. спят все птички, один только соловей заливается

таçтан

1.
откуда-то, откуда-нибудь
неизвестно откуда

вăл кунта ăçтан килнĕ? — откуда он сюда приехал?
таçтан — неизвестно откуда

чухлĕ

1.
столько
сколько
в
каком-л. количестве

кирлĕ чухлĕ — (столько), сколько нужно

мĕн чухлĕ —
1) сколько?, как много?
ку костюм мĕн чухлĕ тăрать? — сколько стоит этот костюм?
кун çинчен ăна мĕн чухлĕ калана пуль! — сколько ему об этом говорили!
2) сколько?, как долго?
ĕçе пĕтерме вăхăт мĕн чухлĕ кирлĕ? — сколько нужно времени для завершения работы?

нимĕн чухлĕ те — нисколько, ничуть
эпĕ нимĕн чухлĕ те шăнмарăм — я нисколько не замерз
мĕн чухлĕ те пулин — сколько-нибудь
кирек мĕн чухлĕ — сколько угодно

çавăн чухлĕ —
1) столько, так много
ăçтан туп на асĕ çавăн чухлĕ значок? — где ты набрал так много значков?
2) столько, так долго
çавăн чухлĕ ăçта çухалса çӳренĕ вĕсем? — где они так долго пропадали?

темĕн чухлĕ — очень много, видимо-невидимо
ланулми кăçал пĕлтĕрхи чухлĕ çук — яблок в этом году меньше, чем в прошлом (году)
вăл икĕ çын чухлĕ ĕçлет — он работает за двоих

çавăнта

2.
вон туда
çавăнта пах-ха — посмотри-ка туда
вĕренме ăçтан килнĕ, ĕçлеме те çавăнтах кайрĕ — откуда он приехал учиться, туда и поехал работать
çавăнтарах — 1) поблизости там 2) поближе туда (к указанному месту)
çавăнтах —
1) тăм же
çавăнтах тăр — стой там же
2) туда же
çавăнтах хур — положи туда же
3) тотчас, тут же, в тот же момент
çиçĕм çиçрĕ те çавăнтах аслати кĕрлерĕ — блеснула молния, и тотчас загремел гром

ăçтан

1.
откуда
эсир ăçтан килтĕр? — откуда вы пришли (приехали)?
ăçтан тупрăн ку япалана? — откуда ты взял это?, где ты нашел это?
ăçтан та пулсан — откуда-нибудь
ăçтан та пулин — откуда-нибудь

ăçтан

2.
как, каким образом
откуда

ăçтан пĕлес-ши вăл кам иккенне? — как же узнать, кто он такой?
эпĕ ăçтан пĕлем? — откуда мне знать?

ăçтан

3. в знач. усил. частицы
как, разве
аннене ăçтан майăн! — разве забудешь мать!

ăçтан

4. в роли союзн. сл.
откуда, где
çил ăçтан вĕрет, çумăр пĕлĕчĕсем те унтанах килеççĕ — откуда дует ветер, оттуда и тучи.

сик

10.
в форме деепр. сиксе с некоторыми вспом. глаголами.
образует составные глаголы, выражающие резкое, энергичное или неожиданное действие, движение:


сиксе вĕре — сильно кипеть, бурлить

сиксе лар —
1) пересесть, отсесть (на другое место)
2) насесть, наброситься, накинуться

сиксе тавлаш — яростно спорить
сиксе тăр — быстро подняться, вскочить (с места)

сиксе тух —
1) выскочить, выпрыгнуть
кантăкран сиксе тух — выпрыгнуть из окна
2) выскочить, выпасть; сместиться (со своего места)
пуртă савăлĕ сиксе тухнă — клинышек у топорища выпал
3) возникнуть, появиться неожиданно, вдруг
эсĕ ăçтан сиксе тухрăн? — откуда ты вдруг появился?
4) перен. случиться, обрушиться (о беде, несчастье)
вспыхнуть (о пожаре, эпидемии)
возникнуть (о трудностях, препятствиях)

сиксе ӳк —
1) наскочить, навалиться
ун çине виççĕн сиксе ӳкрĕç — на него навалились трое
2) отскочить, отпрянуть
айккинелле сиксе ӳк — отскочить в сторону
3) перепрыгнуть, перескочить; успеть перейти (напр. на другую сторону)
4) переброситься, перекинуться (напр. об огне, болезни)
5) перен. разволноваться, всполошиться
вăл пули-пулмишĕн сиксе ӳкмест — он никогда не волнуется из-за пустяков

сиксе чĕтре — сильно дрожать
вăл сиксе чĕтрет — его бьет дрожь

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

пух

собирать
копить

укçа пух — копить деньги
пурăнăç пух — имение сколотить
çамрăкла пухайманнипе катту çитсессĕн ăçтан пухассу пур? — чего не собрал ты в юности, как же можешь приобрести в старости твоей
пухăнмалли пӳрт – съезжая изба

пысăк

большой; высокий; пысăк çĕлен – удав; пысăка ĕмĕтленекен хутаç çакса ыйткалама кайнă теççĕ – тот, кто надеется на большое, пойдет (”пошел”) с сумою по-миру. Çын аллинчи кукăль пысăккăн курăннă, тет – Пирог в чужих руках кажестя большим. Чул-хула Мускав пысăкăшĕ çук – Нижний Новгород не будет величиной с Москву. Кун пысăкăшскер ăçтан ӳснĕ-ши? Откуда это он вырос такой большой? Пысăклан – увеличиваться, рости. Пысăклат – увеличивать.

157 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

саклат

заклад (русск.). Пшкрт. N. † Пирĕн инке пулассин кĕпи-йĕмми саклатра. (Поют о невесте). Якейк. † Мари кĕпи, виç кĕпи Хветюкка панче саклатра. Султангул. † Ялти ватăсем, ай, хупахра, çийĕнчи тумтирĕ, ай, саклатра. || Панклеи. † Лаши нача; ан тийĕр, атти поян чохнехи саклат кĕсри тихисем, çавăнпа начар полнă вăл (вар. ăçтан лайăх пулмалла). Актай. Пирĕн лаша хамăрăн, саклат кĕсре тьыхийĕ; саклат кĕсре тьыхи мар, хуçа кĕсри тьыхийĕ.

сип

польза. Бугульм. Сип, полезное для здоровья. Чебокс. Сиппи, сиплĕ = перекет — перехет — юрлăхлă, чтобы надолго хватало. N. Имçамăн сиппи пĕртте çук (пользы нет). Четыре пути. Çын япали сиппе пымасть, теççĕ ваттисем. N. Ӳте те сиппине палăртса парать. Сред. Юм. Халь пôшали пар, çапах сипе те кĕмес ô. Теперь хоть дай, все равно в счет не пойдет. N. Унăн ним сиппи те çук (нет от этого лекарства пользы). СПВВ. Х. Сип — эмел. О сохр. здор. Малтанах сип пулмасан та (если не будет легче), час турленмест тесе, лекĕрсем патне çӳреме пăрахас пулмасть. СПВВ. Им пултăр, сип пултăр. Сред. Юм. Сип пôлтăр! (Ĕлĕк ват çынсĕм чӳк тунă чôхне калакан сăмах). Етрух. Юрать, юрать, ăçтан та пулин сиппи килĕ-и?

сутăнтар

(суды̆ндар), понуд. ф. от сутăн. Чăв. й. пур. З7. Çав çынсем вара каласса урăх çынсене каламан, хăйсем ĕçсе-çисе, укçанăн та илсе, Яхутя пĕтĕмпех сутăнтарнă. Истор. Кăна ăçтан вăрларăн, тесе, çука юличчен сутăнтарса пĕтернĕ. Тюрл. Çынна сотăнтарасси (в беду ввести) ансат, çылăха шокшлас полать.

савăр

сурок. Зап. ВНО. N. Сăвăр шăтăкĕнчен тухса ларать. Н. Седяк. Сăвăр питĕ макăрать, тет, çын тытсан; куççулĕсене шăлса макăрать, çавăнпа ăна: çынран пулнă, теççĕ. Собр. † Хамăр тăван килет асăнса, сăвăр тирĕ витĕнсе. Юрк. † Çӳлĕ тусем çинче сăвăр ларат, унăн йăви йывăç тĕпĕ çинче. Н. Карм. Сăвăр — сурок, живет на горах, свистит. Альш. Сăрт хĕрринче сăвăр шăтăкĕсем пур. Унта сăвăр нумай. Сăвăрсем сарăрах семлĕ (сарăрах тĕслĕ, желтоватого цвета), хурарах семли те пулать. Вĕсем уçăм çинче тăранса çӳреççĕ ерттеллипе. Пĕр иккĕшĕ ялан ту çинче çын килнине сыхласа лараççĕ. Сыхлаканнисем икĕ кайри урисем çине лараççĕ те, çын килнине курсанах: чрин! чрин! кăшкăраççĕ: таçтан аякран кураççĕ вĕсем çынна. Ку кăшкăрсанах, ыттисем шăтăкĕсем патнелле чупа-чупа пыраççĕ, пĕчĕкçĕрех йытă пек. Шăтăкĕ умне пыраççĕ те, лараççĕ пăхса кайри урисем çинче; çывăха пыра пуçласанах, сысна пек: кăрин! кăрин! туса, пупăл-пупăл тенĕ пек каласа кĕрсе каяççĕ. Тахçанччен тухмаççĕ пĕр кĕрсен. Шăтăкĕ вĕсен питĕ тарăна каять. Шалта вăл пӳлĕмлĕ-пӳлĕмлĕ пулат. Унтан-кунтаи тухмашкăн „тĕннисем“ пур, шăтăкĕсем. Вăл сăвăрсем акă ăçтан пулса кайнă, тет. Ĕлĕк пĕр пуппалан начарккарах чăвашăн анисем юнашар пулнă, тат. Акаççĕ, тет те, кĕсем, пупăн тырри начар пулат, тет, лешĕн тырри лайăх пулат, тет. Пуп кунăн тыррине хăй йышăнат, тет, хăй анине çук çынна парат, тет. Леш калат, тет: манăн ку мар, лешĕ манăн, тесе калат, тет. Хайхисем тавлаша-тавлаша сута каяççĕ, тет. Сутсем кĕсен анисене килсе пăхмалла, тет. Пуп хăйĕн пĕр ачипе пĕр хĕрне анасем çине ертсе каят, тет те, леш çук-çын ани çине нӳхреп пекки алтса, ку ачапа хĕрне çавăнта кӳртсе лартат, тет. Кунта килсе ыйтĕç, эсир вара: ку пупăн, леш çукăн, тесе ларăр, тесе калат, тет, ачисене. Хайхисене тăпра курăнмалла мар витсе хăварат, тет те, каят, тет, килне. Акă, нумай тăмаççĕ, тет, килеççĕ, тет, хай сутсем. Каяççĕ, тет, пурте кĕсем анасем патне. Çитеççĕ, тет те, аптăраççĕ, тет: ниçтан хăшĕ хăшийĕнне пĕлме çук, тет. Пуп калат, тет: атьăр, çĕртен хăйĕнчен ыйтар, тесе калат, тет. Ыйтаççĕ, тет, çĕртен: ку кам ани? тесе калаççĕ, тет. Çук-çын ани çинче: пупăн, пупăн, тесе калат, тет. Леш пупĕ ани çинче: çукăн, çукăн, тесе калат, тет. Çапла пуп çук-çын анине йышăнат, тет. Анчах уншăн унăн ачисем çын пулаймаççĕ, тет: сăвăр тăват, тет, вĕсене турă. Вĕсем хиртех пурăнмалла пулса юлаççĕ, тет, çапла. Сăвăрсем шăтăкне кĕрсе кайнă чухне, темĕнле: пупăн, пупăн, çукăн, çукăн, тенĕ пек каласа кĕрсе каяççĕ вĕсем.

сăлтăк

(сы̆лды̆к), вина, недостаток, порок. N. Яланах усал тăвасшăн сăлтăк шыраса çӳрет вăл. СПВВ. ФИ. Сăлтăк — айăп: ăçтан та пулсан сăлтак сиксе тухĕ те, вырăнтан кăларĕç-пăрахĕç. Изамб. Т. Пĕр-пĕр япалана, кăмăла килмесен, сăлтăк (недостаток) пур тесе, илмеççĕ (не берут). Трхбл. Ун пек сăлтăк мулла хĕрĕнче те пур. (Старая поговорка). Емельк. Кăшт сăлтăкĕ пур (напр., о лошади, человеке). См. сăкăлтăк.

сăн-сăпат

лицо, наружность. Т. VI.2З. Шăмминчен-шаккинчен, сăнĕнчен-сăпатĕнчен, ӳтĕнчен-тирĕнчен, ури тупанĕнчен кĕнни пуç тӳпинчен тухтăр. (Куç чĕлхи). N. Ӳтĕнчен-тирĕнчен, сăнĕнчен-сăпатĕнчен, шăмминчен-шаккинчен, епле килнĕ, ăçтан килнĕ, çапла тухса кайтăр. (Из наговора). Ал. цв. 15. Епле ĕнтĕ манăн хамăн хуйхăллă ĕмĕрĕме санăн сăнна-сăпатна курмасăр, çемçе сăмахусене илтмесĕр ирттерес. Истор. Анчах тĕтре виттĕр сăнĕ-сăпачĕсене лайăхах курайман. СПВВ. ТМ. Сăн-сăпат = çын тĕсĕ, сăнĕ. Ск. и пред. чув. 14. Унăн сăнĕ-сăпатне амăшĕ пăхса тăранайман. См. сăп-сăват.

стан

откуда? Ст. Чек. Стан çитет вăл? См. ăçтан, кăçтан, çтан.

çавăнта

(-да), тут, там; туда. В. С Разум. КЧП. Ăçтан илтĕн, çавăнта кайса хур. Откуда взял, туда и положи. Юрк. Çавăнта, çĕнĕ çын чухне, хунямăше шыв йăтса кĕме хушсан, карташĕнчи пусран витре шыв ăсса кӳртсе пама ӳркенекен, çын-и вăл, этем-и? (Гов. свекровь).

çавăнтан

(-да-), оттуда., В. С. Разум. КЧП. Ăçтан килсе кĕтĕн, çавăнтан тухса кай. N. Вăл хăй юрлă çын пулнă та, пĕр кӳлĕрен пулă тытса тăранса пурăннă, çавăнтанах кӳршĕ çыннисене те пулăшнă. || С тех пор. Кан. Çавăнтан çĕр мĕлюн патне яхăн патшалăх каçарнă. N. Çавăнтан вара Макар хăй килне хăй пăхса тăнă.

çавăрса кил

загнать в одно место. N. Эпĕ кайран сорăхсене çавăрса килеттĕм. || Приводить (напр., гостя; гов. о боге). Чăв. и. пур. 21°. Иванăн амăшĕ: кăна ăçтан турă çавăрса килчĕ? тесе, пит савăннă мĕн.

çак

(с'ак), вот этот. Сĕт-к. † Ах-чах, ах анчах, ача вăййи çак анчах. М.-Чолл. Çак çулпа кайсан, лаши вилет, çак çулпа кайсан, этеми вилет. Регули 1468. Çак кĕнекепе çав кĕнекене иккĕшне те эп çыртăм. Ib. 627. Çак кĕнеке манăн. Орау. Ку лашана çтан илнĕ çак эсĕр? (если видеть в первый раз). Çак лашана çтан илнĕ çак эсĕр? (если давно видит лошадь). Пĕлесшĕнччĕ (давно хотел спросить), нимпе те ыйтимастăп çавна. СТИК. Çак çăраççие уç-ха. Алших. † Çак хăтан хапхи тăрринче аçа-тăрна кăшкăрат; çав хăтан хапхи тăрринче ама-тăрна сасси пур; çавсем иккĕш пĕрле пуласшăн кăшкăраç. N. Çакна çи те, çĕр çуна вут кас, теççĕ. (Послов.). || Он. Кн. для чт. I, 6. Эпĕ вулама та пĕлетĕп, тенĕ çак. || В этот самый (раз). Торп-к. Эпĕр юмах пĕлекен çынсем мар, çак килнĕ чухне çул çинче, пĕр вар пуçĕнче, пĕр арăм йытă çурине ĕмĕртет. Орау. Çак иртнĕ çĕрпе виçĕмкун каç эпĕ пĕр вăхăтрах икшер хут вăрантăм. Альш. † Нумайранпа çак касра хĕрсемпеле вылярăм. || N. Онта-и çак? Там что ли это? (раздолье). N. Инке, тетĕп, эсĕ çырăва вĕренни çак? тетĕп. Ачач 14. Анне! Иртри халь ыратни? тесе ыйтрĕ ача сасси. Амăшĕ вара çемçен кăна кулса кăтартрĕ: ах тур эсĕ, ывăлăм... Хăвăн аннӳне çамрăклах хĕрхенме пĕлетĕн çак, терĕ. Орау. Чуну пур-и çăк санăн? Ачу макăрнине илтместĕн (говорит муж, когда мать спит, а ребенок плачет). Н. Сунары. Пĕр ырхан кашкăр ял таврашĕнче çӳренĕ чухне, мăнтăр йытта курнă, тет.— Йытă тус! эсир апат ăçтан илетĕр çак? тесе ыйтать, тет. N. Мĕнле тĕлĕк курнă çак эсĕ, ачам?

çырлахтар

понуд. ф. от гл. çырлах, совершать моленье. КАЯ. Çырлах, Пит-тури киремет; çырлах, аслă кĕлĕ; эпир, этем ывăлĕ-хĕрĕ, санне пурне те ăçтан пĕлсе çитерес? Мĕн çырлахманнине ху çырлахтар. Амĕн (аминь), çырлах, амĕн, çырлах, амĕн, çырлах. (Молитва в тайăн сăра). Ходар. Кайран вара вăл киремете ним парса та (никоим манером) çырлахтараймăпăр, тесе хисеплеççĕ (т. е. того, как киреметь испугается свиньи или поросенка, которых не допускают близко во время варки тăйăн сăра. См. сысна). Никит. Шыв тытнине пĕлсен, ăна парне парса çырлахтарнă. Шинар-п. Вара пирĕн апи кайса çырлахтарнă та, вăл вара сывалнă. КАЯ. Çапла Сурăм киреметне çырлахтарсан, виç кунтан атте Чистай уестине суккăр хĕр патне кайрĕ. ГТТ. Çуса силлентермелле, пусса пĕçерсе пĕтĕмпе çырлахтармалла, алă валльипе çырлахтармалла; час пулмас. Шурăм-п. Петтĕр ашшĕ чассальнăксем умне кулачă татăксем хуркаларĕ: вĕсене те çырлахтарасшăн. Ib. Хура Йăван арăмĕ тĕлĕксене пĕлет: Петтĕр амăшĕ пек тӳме илсе пырса парсан, ăна çывăрнă чухне пуç айне хурать. Вара çырлахтармалине пĕлет. Болезни. Хаяр киреметсене темĕн чухлĕ çырлахтарса çӳресен те ним усă кураймăн. СЧЧ. Пичче хай вуç çырлахтарасшăн тăрăшмаст (не заботится о том, чтобы умилостивить божество жертвою), хăй пырĕшĕн тăрăшать. N. Çав йĕрĕхе кашнă çол çĕн-çынсем кайса йĕрĕхе çырлахтараççĕ. Она шу çолĕ поçлаттарнă чох сăрапа-çӳхӳпе кайса: йĕрĕх çырлах, теççĕ. || Погубить. Ст. Чек. Çапах та пусан çырлахтартăм (погубил человека через проклятья, через злых духов). СТИК. Çавăнтах çырлахтартăмăр вара: шыва ывăтрăм та, панчалт! туса анса карĕ. || Помирить, примирить, привеста к согласию. Орау. Страшнике пĕр тенкĕ укçа парса, çур штав ереке ĕçтерсе аран-аран çырлахтартăм (избавился от него). Сред. Юм. Пачăшкасĕм тôр шывĕпе çӳренĕ чôхне, çирĕмшер пус илетпĕр тесе, манран та çирĕм пус ыйтаççĕ; вăнпилĕк пус парса арран çырлахтарса ярап. Яргуньк. Эп ăна кайса çырлахтартăм та, те пуçлать ĕнтĕ урăх, те пуçламасть. Покончнл было с ним примирением, но не знаю, возбудит ли он снова процесс или нет. || Убивать. Юрк. Еркĕнĕ мĕн туса пăрахрĕ, икĕ пуслăх наркăмăш илсе çырлахтарчĕ (вĕлерчĕ, его). Халапсем 27. Хăр патра çывăрма кĕрекен çынсене эсир çапла çырлахтаратăр иккен?!

çилеке

(с’ил’иэг’э), ветрельник. Мочеи. Якейк. Çилеке — шăчă вĕçне корăс çыхса янă; вăл çил штан (= ăçтан) килнине пĕлтерет.

çит

(с’ит, с’ит’), достигать, доходить, доезжать, добираться, прибывать. М.-Чолл. Кăвак кашкăр калать: ан, çитрĕмĕр (слезай, мы доехали). N. Манăн (или: мана) киле çитесси инçе мар. Мне недалеко до дома. N. Вĕсем хулана пилĕк çухрăм çитсе кĕреймен. Они не дошли до города пяти верст. Сĕт-к. Орапая йăвăр тиярăмăр та, аран лăчăртаттаркаласа çитсе (çитрĕмĕр). N. Çитейместпĕр халĕ. Мы пока еще не доехали (до дома и т. д.), еще довольно далеко. ЧП. Икĕ усламçă килеççĕ, тарăн вара çитеççĕ. Çитин-çитмин мĕн тăвас, тавар илмесĕр юлас мар. Тим-к. Пуп çав вăхăтра киле çитнĕ, Украк часрах тухса тарнипе пупа çитсе çулăнса вара киле тарнă. Регули 1158. Вăл ман пата çитрĕ. Ib. Сан пата çитиччен килтĕм. Ib. 1127. Эп чӳркӳ патне çитрĕм. Чӳркӳ патне çитичченех шу тăрать. В. С. Разум. КЧП. Кĕркури çитнĕшĕн хĕпĕртесе, киле çитрĕç. Дошли до дома, радуясь тому, что Г. прибыл домой (с военной службы). Б. Яныши. Тăррисем хитре йоррисене йорлама çитеççĕ (прилетают). Баран. 86. Эпĕ хам çитес тенĕ çĕре çитсе пыраттăм. Изамб. Т. Пăр (град) карттус çине ӳкет те, пуçĕ патне çитеймест. Хора-к. † Ати кил-хошши çитмĕл отăм, çитмĕл отăма çитсессĕн атин килĕ полĕччĕ. (Свад. п.). Истор. Çар ертсе çӳренĕ чух вăл пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçен-кайăк пек час çите-çите ӳкнĕ. N. Ыран тăват сехет тĕлнелле, завтра, приблизительно часам к четырем (тăват сехете — значило бы, чтобы в четыре часа быть здесь). || Догонять. Яргуньк. Кайсан-кайсан, çав лашана çите пырать (начал догонять), тет. Чураль-к. Лăпăрлă карчăк çите килет (догоняет, настигает), çӳхеме те çисе ячĕ, хама та çисе ярать. || Заставать, настигать. В. С. Разум. КЧП. Эпир авăн çапнă чух çăмăр çитсе çапрĕ. N. Ăшăмри чĕрем хускалчĕ, вилĕм хăрушăлăхĕ çитрĕ мана: хăраса чĕтĕресе тăратăп. Баран. 22. Вĕсем (гнус, насекомые) выльăха чĕрĕлех çисе ярасса çитеççĕ. || Доходить числом. Çутт. 142. Йăвăç пахчи пысăках мар, вăтăр ӳлмуççие анчах çите пырать (приблизительно доходит до тридцати корней). Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 11. Сакăр пине çитсе перĕнет вĕт вĕсен шучĕ. N. Чĕмпĕртн чăваш шкулĕ те, 1862-мĕш çулта пĕр ачаран пуçланса 1870-мĕш çулта 9 ачана çитсе, шкул хисепне кĕнĕ. N. Пилĕк тапхăрччен хĕрĕхшер хут, хĕрĕхе пĕрре çитми суран туса çаптарнă. Арзад. 1908, 54. Инке пĕр купăста йăранĕнчен 15 пуç, тепринчен малтанхине З пуç çитейми каснă. Кратк. расск. 26. Эпĕ çĕр çинче çӳре пуçлани çĕр вăтар çул ĕнтĕ; çапах аттем-аннем çулĕсене нумай çитеймест манăн кун-çулсем, тенĕ. Орау. Вун çичче çитесси манăн тата пĕр уйăх; вунçич çул тултарма манăн пĕр уйăх çитмест. Мне недостает до семнадцати лет одного месяца. Регули 906. Воннă ут патнех çите пыратьчĕ. Было лошадей с десять. || Дожить, „достукаться“. N. Тĕнче тăрăх кайма патнех çитрĕмĕр ĕнтĕ, тенĕ Иван Петрович, хăйĕн юлашки ĕнине хырçăшăн илсе кайсассăн. Дожили (достукались) до того, что пришлось итти по миру, сказал Иван Петрович, после того, как увели у него последнюю корову за подати. N. Ситмĕле çитрĕм. Мне исполнилось 70 лет. Савруши. Çапла ĕнтĕ юлашки кун патне çитеççĕ (наступает...). N. Вилĕм ĕçне çитетпĕр. || Переходить, заражать (о болезни). Трахома. Упăшки чирĕ алшăлли тăрăх арăмне те çитрĕ. || Посетить, побывать. N. Ваçан çав арçын-юмăç патне те çитнĕ (посетил). Курм. Эпĕ Москова та çитнĕ. Я был и в Москве. N. Миçе хулана çитрĕмĕр, хамăр ял этемми курман. Во сколькях городах побывали, а своих деревенских не встретили. N. Халер аллă яла çитнĕ. Холера посетила пятьдесят селений. Кан. Кун пирки ĕç сута та çитсе пăхрĕ. Это дело побывало и в суде. Юрк. Виç-тăват çул хушшинче ку виç-тăват приказа çитет (перебывал в трех-четырех приказах). Ib. Çитнĕ çĕрте çырла темĕн чухлехчĕ. || Исполняться. N. Шухăшланă шухăш та тепĕр чухне (иногда) çитмес. N. Ун урлă калани çитнĕ. Шорк. Эпĕ шухăшлап та, çав авалхи çынсем сомаххи ман тĕлĕн (в отношении меня) çитсех пурать. Б. Яуши. Кушак çул урлă каçсан, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитмест, теççĕ. (Поверье). Ала 62°. † Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăш шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр. || Доставаться; постигать. Хĕн-хур. Çынна хĕн-хур тăвакана тивлет çитмест (не даруется). Ст. Ганьк. Çав ылттăн хурт пылне хăçан та хăçан йӳçĕ çитерĕ, çавăн чухне çак çынна йӳçĕ çиттĕр. N. Мана мĕн çитсе ларчĕ, çавна эсĕ те асăнтах тытса çӳре. Ман çине çитни сан çине те çитмелле. N. Ĕçе тӳррипе тумасан, сирĕн çине ун çилли çитĕ. N. Сан суту пĕр сехетрех çитрĕ, тийĕç. N. Ăна та мĕн те пулсан çитĕ-ха. N. Кам пире çитнĕ инкекрен хăтарĕ-ши? || Достигать апогея. Орау. Эх, мăнтарăн çанталăкĕ! Пирĕн кун-çул çите пуçларĕ (какая благодать весною). Кан. Ак çитрĕ пурнăç. Альш. Ял çыннисем тиркешмесен, çитнĕ манăн пурăнăç. Ала 103°. † Ати лаши — сар лаша, кӳлтĕм тоххрăм чопмашкăн. Хампа ларттрăм сарă хĕр, сарай тавра çавăрăнтăм, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ. || Доставать, быть достаточным, хватать. Альш. Пурне те çитнĕ чыс (угощене). Никам кăмăлĕ шăранмасăр юлни çук. Ib. † Улма йывăççине пас тытнă, ан чарăрсем, тăвансем: пире чыс çитнĕ. (Застольная песня). N. Кĕнеке çитмен пирки (от недостатка) сан патна вулама çӳреме тивет. Истор. Эсир мана кашни килĕрен виçшер кăвакарчăн, тата виçшер çерçи тытса парăр та, çитĕ (и довольно). N. Сире сахалпа çитес çук (малого количества вам недостаточно), сахалтан та (самое меньшее) сире пĕр пăт кирлĕ. N. Эх, çитмен пуранăç, мĕн чухлĕ çынна эсĕ тĕттĕме хăвартăн! N. Ачасемпе калаçса пăхасчĕ пирĕн, ун чухне мана ĕмĕр çитнĕн туйăнĕччĕ вара. ССО. Таванăмсем! пытанса выртасси çитĕ ĕнтĕ! О сохр. здор. Тӳшек питне малтан каланă пек вĕри шывпа вĕретсе тасат, вара çатрĕ те (вот и всё). N. Эпĕ мĕн çитменшĕн хамаăн чи çывах çыннăма сирĕн аллăра парăп? Чем люди живы. Симунăн вара пурăнăçĕ çитсе тăра пуçланă. Семен стал жить в достатке. Изамб. Т. Мункунта укçа илни çитмес (недостаточно того, что...), çăмартине те, хăпартуне те пухса çӳреççĕ (попы). Ib. Çитменнипе лашана сутса ятăмăр. N. Çитменнине тата атти (анни) пырса кĕчĕ. Ой-к. † Пус-кил арĕм сӳс тĕвет; эп те тĕвем, терĕм те, кисип çитмеç, терĕ, тет. Кисип илме карăм та, йăтти хăр-хам! терĕ, тет. Регули 247. Окçа çитменрен (scr. çитменирен) çӳремест вăл. Он не путешествует потому, что у него недостает денег. Ст. Шаймурз. † Шур кăвакал чĕпписем кӳл-кӳл урлă, сĕлĕ сапса сĕлĕ çитмерĕ. Н. Сунар. Халĕ ĕнтĕ, ватăлсассăн, ĕçлеме вăй çитейми пуçларĕ те, вăл мана хăваласа ячĕ, тенĕ. Н. Сунар. Вăл ĕлĕк çамрăк чухне аван ĕçленĕ те, халĕ, ватăлсан, унăн ĕçлеме вăйĕ çитейми пулнă. Качал. Патша хĕрĕ курчĕ, тит те, çакна, калать, тит: ма килтĕн, Йăван, тесе каларĕ, тит. Эпĕ пĕтни çитмеçт-и? Кай, атту пĕтетĕн эс те, тесе каларĕ, тит (она). Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. Кожар. Пичĕшин, кахаллипе ĕçлемесĕр пурăнса, çиме те çитми пулнă. Его старший брат стал скудаться едой. Юрк. Чиркĕве кĕрсен, çав аллинчи çуртисене кашни турăш умне çутса ларта пуçлат. Пурин умне те пĕрер çурта лартсан, пĕр турăш умне лартма çурта çитмест. Ib. Сана уйăрса пани çитмен халĕ. Мана мĕн чухлĕ патăр? N. Пурăнăç çитмен пирки выçăллă-тутăллă пурăнса аран ӳскелерĕм. ЧС. Ачасене татах тем çитмес: кушилти çăмартана капăр (вдруг, сразу) тăкса яраççĕ те, пĕри те пĕри илес тесе, сыранса ӳкеççĕ. N. Вăл панипе çитмерĕ. Данного им не хватило. N. Саххăрпа çитет поль. Сахару-то, поди, достаточно (т. е. больше не надо). N. Ĕлĕк пирĕн нихçан та çиме çитместчĕ. Якейк. Эс мана окçа тыр вырнăшăн кĕт çитимирах патăн (не додал). Ib. Çорт лартма Иванăн хатĕр çите пырать. Иван почти что приготовил материал для стройки. Яжутк. Çулталăкне çĕр сумпа çите. Будет достаточно ста (ассигнованных) рублей в год. Юрк. Çĕнĕ-çын чухне хунямăшне пĕр витре шыв карташĕнчи пуссинчен кӳрсе пама ӳркенекен çынна, халĕ тата таçтан аякран та пулин ирĕксĕр тултас пулат. Ахаль те чăлах япалана, наяна, çитнĕ те... тытăнат хуняшшĕне: пус та туса памарĕ, тесе, вăрçма. Собр. Ĕçсе çитнĕ, тек ĕçсе капан тăвас çук, теççĕ. Йӳç. такăнт. 37. Ну, кум, ан ятла çисе те, ĕçсе те çитрĕ. Манăн каяс ĕнтĕ, питĕ ĕçсĕр пултăм. || Касаться. N. Лашине куритене çитмеллех кăкарман. || Сравняться. Янш.-Норв. Тĕр таврашĕнчен вара ăна çитекенни те çук: ăна хуть те мĕнле тĕр пуçласа пар, вăл ăна пĕр самантах тума вĕренет. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). N. Ача-пăчана ху куç умĕнче тытнине нимĕн те çитмест. N. Вĕсен çулчисене, кăларичченех (до вырытия корнеплодов), татманнине нимĕн те çитмест (лучше всего не рвать). N. Нумай тĕрлĕ суран пур, чĕре суранне çитеймест. N. Эсир ăçта мана çитме! Тăв. 37. Ну-у, кăна уш ан кала та. Ваньккана Кирукăн çитме питĕ инçе. N. Ку Якор патне çитес çок. Ему с Егором не сравняться. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет? || Приближаться. N. † Хăят çите пуçласан, хĕр пухăнать урама; Хăят çитсе иртсессĕн, хĕр саланат урамран. СТИК. Эс миçере? — Çирĕмре.— Эй сана салтака кайма вăхăт çите пырат иккен! (Выражает близость солдатчины, не указывая на приближение во времени). || Успевать, подоспевать. С. Айб. † Савнă тусăм аса килнĕ чух çитеймерĕм эпĕ чыспала. БАБ. Ку тукатмăш хĕвел аннă вăхăтра вилчĕ те, çĕрле пулса çитиччен ун вилни çинчен пĕтĕм ял пĕлсе çитрĕ. Собр. † Пире курайман тăшмансенĕн куçĕ ăçтан курса çитет-ши? Орау. Иванĕпе Макарĕ çитнĕ те унта (уж там, везде поспевают шедьмецы)! В. С. Разум. КЧП. Вăл килессе кĕтех тăрса урока çитеймерĕм. || Вернуться, обратиться на... N. Хам тунă йăнăшсем хамах çитрĕç, вĕсем пуçăм çинчи çӳçрей те йышлăланчĕç. Нижар. † Кайăк-хур пырать картипе, кайри мала иртминччĕ: эпир çакăнта ĕçсе çисе юрлани хамăр хыçран çитминччĕ. || Наступать. Юрк. Çитес пин те тăхăрçĕрмĕш çулта. В будущем 1900 году. Орау. Çитес хĕлте (будущею зимою) кĕлетне кăлараймăпăр-и-ха, сыв пулсан! Четырлч. Çитнĕ çулхи (наступившего года) куланай пулат, çак парăмсене тырă пулнă çул пурне те ытаççĕ. Якейк. Пирн те каяс çиттĕр поль. Поди и нам наступила пора уходить. (уезжать). СТИК. Çитес вырсарникун, çитес эрнере, çитес уйăхра. (В этих выражениях „килес“ не употребляют). Ib. Çитес праçникре тата килĕр. Кан. Етĕрнери эрех савăчĕ-çуртне çитес кунсенчех юсаса çитереççĕ (кончат ремонтировать). ТХКА. Тăхти, çитес çул клевĕр лартам-ха, сана вара клевĕр пăтти пĕçерсе парам, клевĕр кукли туса çитерем. Чхĕйп. Вара вăлсам çитес каç, юпа тăвас тенĕ чух, пĕр пĕчĕк сĕтел, тата тепĕр пĕчĕк пукан туса хатĕрленĕ. ГТТ. Ваттисенче вилнĕ. Умер (-ла) в старости. N. Анчах вăл вăхăт çитсех çитмен пулĕ ахăр (видно еще не совсем наступило). N. Ача çурални сакăр кун çитсен (когда исполнится в дней со дня рождения ребенка). ЧС. Манăн асанне вилни пилĕк çул çитет ĕнтĕ. НАК. Киле каяс вăхăт çитерехпеле, когда уже приближалось время отъезда. || В качестве вспомог. гл. N. Новгород пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ. Баран. 107. Тинех вара вĕллере йĕрке килсе çитет (наступает порядок). N. Вĕренсе çитсе кĕнеке вулăр, хытă çĕре кăпăк тăвăр. Ала 62. Пурте ларса çитсен, когда все усядутся. Ib. 80. Ĕçсе-çисе çитсессĕн, вырттарса çывратрĕç старике. Чăвашсем. Çутăлса çитсен, когда рассвело (-ет). Пĕтĕмпе тĕттĕм пулса çитсен, когда совсем потемнело (-ет). Виçĕ пус. 17. Начарланса çитет. В. С. Разум. КЧП. Микулай ӳссе çитнĕ. О сохр. здор. Пирĕн ĕçе çавăн пек: тасалса та çитме çук (т. е. не находишь времени привести себя в порядок). N. Çамрăк ачасем салтака кайиччен нумай вĕренсе çитеççĕ. N. Мĕнле ку чиновниксем, улпутсем пит „кăмăллă“ пулса çитрĕç? N. Килсе çитнĕ. N. Пурăнсан-пурăнсан, хай чир чиперех пусмăрласа çитет. N. Начарланнăçем начарланса çитнĕ. Чума. Вăй-хăвачĕ пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ (у нее). N. Выльăхсем самăрланса çитрĕç. Цив. Çырмана лашасене тытма пырса çитрĕ. Н. Сунар. Вăл ман пата чупса çитсе (подбежав), мана калар. Бес. чув. 4—5. Ун çинчен: ку пуйса çитрĕ, теме те юратьчĕ. N. Кунта халăх пайтах пуçтарăнса çитнĕ иккен. СВТ. Тата ача пĕр-пĕр чирпе чирлĕ пулсассăн та, сывалса çитиччен ăна шатра касма юрамасть, теççĕ. Альш. † Ӳссе пĕвĕм çитсессĕн, эпĕ усал пултăм-и? (Хĕр Йĕрри). N. Вĕсем мана эпĕ аптăраса çитнĕ вăхăтра кклсе тапăнчĕç. N. Курăк ирхине чечеке ларса çитет. N. Сан хаярлă-хунтан хăраса çитрĕмер. N. Сывлăшăм пĕтсе çитрĕ. N. Шăп тăват сехет тĕлне килсе çитрĕ. Пришед ровно в четыре часа (секунда в секунду, без опоздания). || Быть готовым (доходить до того, что...). Юрк. Хăшне пăхнă, ăна, юратлипе ытараймасăр, чуп-туса илессе çитетĕн. Н. Шинкусы. Тем парасса çитнĕ. Был готов отдать не знаю что. См. ахаль ту. БАБ. Юман хăй тĕреклĕ, çирĕп те, кăмпи те хăватлă теççĕ, курăнать; таçтан илессе çитеççĕ сассим (готовы взять откуда бы ни было). || В чувашизмах. Четыре пути. Çитĕнсен евчĕсем ăçтан çитнĕ унтан (отовсюду) пыра пуçларĕç. N. Ăçта çитнĕ унта, куда ни пойдешь — всюду... N. Ăçтан çитнĕ унтан, со всех сторон, отовсюду. ТММ. Ăçтан çитнĕ туйăма, кушак пуç пек хыпама.

çитĕ

(из çи+витĕ), покрывало; простыня, пеленки. Ал. цв. 16. Тӳшекки çине пурçăнтан тĕрлесе тунă çитĕ сарнă. Пазух. Çулĕ тусем çинче сăрлă çуна, унăн çиттисемех шур кĕççе. Чураль-к. † Манăн умри кĕмĕлĕм Атăл çутти пултăр-и? Манăн çири чаршавăм Атăл çитти (покрывало для Волга) пултăр-и? Альш. † Мана анне çуратнă, шур çиттипе чĕркенĕ. (Хĕр йĕрри). Н. Карм. † Сарă çу чĕрессисем ăçтан паллă? — Çине витнĕ çитти çӳçелĕ. Собр. Çитти-питти пархун-питти. (Сарай). N. Хăпарса выртрăм çитти витĕнсе. N. Ман хыççăн çиттисем çакланнă. Орау. Тӳшек çитти (простыня); ача çитти, пеленки (парадные, в которых, напр., носят в гости и пр.). || Скатерть. Альш. Темĕскерле çитĕ исе килтĕм. N. Сĕтелсем çине калама çук (лайăх) çитĕсем сарса тĕрлĕ йышши çимĕçсем лартса тултарнă.

çум

çом (с’ум, с’ом), бок. Яргуньк. Эпĕ çума хыпаларăм та, манăн çумра пĕчĕк çĕçĕ пур. Орау. Хĕççине çумне çакса çӳрет (с боку). || Место, находящееся рядом. Регули 1131. Пирĕн ял çомĕ çулла вырăн. || Употреб. в качестве послелога и обозначает больщую близость к предмету. Для различных лиц: çума (çумма), çумна, çумне, çумăмăра, çумăра, çумне, çумĕсене, çумра (çумăмра), çумăнта, çумĕнче, çумăмра (çумра), çумăрта (çумра), çумĕнче (çумĕсенче). В некот. гов. встреч. сан (хăвăн) çомра, сирĕн çомра. Регули 1139. Вăл ман çома кисе тăчĕ. N. Ку хутне сĕтел çумне çыпăçтарăп (безразлично, к какой части, или с какой стороны стола). N. Хĕрес çумне пăталанă. Изванк. Тата кирек мĕн сиен пултăр тесе, çурт çумне пĕр-пĕр çĕре укçа пырса чикеççĕ. N. † Сартумккаран илтĕм сар лаша, Самар лапки çумне кăкартăм. N. Шкул пӳрчĕ çомне çĕр касса панă. Завражн. Ман çомран пĕр виç аршăн аякра утса пычĕ (шел рядом аршина на три от меня). Толст. Çынсем çунисем çумĕнчен (рядом с..) тумтир çухисене тăратса утса пыраççĕ. N. Тата урапа тул(к)кисене Рамансен çумне çакнăччĕ те, вара Михаил Павлов манăн урапа тул(к)кисене исе кайнă. Кĕвĕсем. Савни, çумна кĕмесен, сăмах ан хуш, куç хĕстер. Тайба-Т. † Чипер ача кулянат савни çумне кĕменрен. N. Вут çумне, сулахай енне сĕтелпе тенкел лартаççĕ. N. Шкул çумне темĕн тĕрлĕ аван анкарти, тата пахча туса хучĕ. Регули 1138. Пирĕн çомра (рядом с нами) порнать; вăл ман патра (у меня) порнать. Ib. 1136. Кăмака çомĕнче (у печи) тăрать (выртать). Ib. 1134. Йăвăç çомĕнче (йăвăç айккинче) çакăнса тăрать. Висит на дереве. Юрк. Юпа çумне ăвăс çурта çутса лартаççĕ. Пазух. Хăйĕ ларать хурăн, ай, тăрринче, çунаттисем пĕлĕт, ай, çумĕнче. МПП. Пыршă çумĕнчи çу. Юрк. Ачана мĕшĕн йĕртетĕн, кӳр-халĕ хама, тесе, хунямăше йĕрекен ачине хăй çумне (хăй аллине) ыйтса илсе йăпата пуçлат: апу, ачам, мĕшĕн йĕрен, ан йĕр! Ачи аван иккен, ашшĕ пекех! тет (упăшки салтакра чухне пулнă ача çинчен). Регули 1140. Орăх утсам çомне кӳлтĕм; орăх утсам патне ятам. Ib. 1132. Йăвăç çомне тăратрăм. Ib. 1133. Ман алă çомне çипĕçрĕ (= çыпăçрĕ). Козм. Пăраххот кантор çомне ларат (пристает). Тăв. 35. Иртнĕ вырсарникун Карук вăйăра ман çума кĕнĕччĕ. Истор. Ун çумне сыпса тата пысăк çурт тутарнă. N. Утă çумне кăкарса таки ан тытăр. N. † Сарă варăм хĕрсене хамăр çомала лартрăм. Шибач. Контине (свое лукошко) йоман çомне çакрĕ те хварчĕ. Регули 1135. Орăх тавраш çомне хотăм. ТХКА 105. Ман пуртă тикăра çурмаран касса татса, пĕр хыр çумне (в сосну) тăрăнса ларчĕ. Хыр çумĕнчен пурта кăларса илтĕм. Рук. календ. Квитанция çумне (к квитанции) пичет пустар. Ст. Шаймурз. Ăйхăран вăраннă çĕре сĕтел çумне çырса хунă. Когда она проснулась, нашла надпись... О сохр. здор. Ерекен чир сывă мар çынăн ӳчĕ çумĕнче анчах пулмасть, унăн кĕпи-йĕмĕ çумне... те çыпçăнса юлать. Юрк. Стена çуммĕнче пĕр кĕсле çакăнса тăнине курсан, пĕр вырăсĕ çав кĕслене аллине илет те, тытăнат кĕсле калама. Ib. Çтена çумĕнче вĕсем тĕлĕнче кĕлетки çакăнса тăрат. Кан. Куславкка урамĕсенче, çтенасем çумĕнче: индустри зайомĕ облигацийĕсене илĕр, тесе, çырса пĕтернĕ. N. Сулахай пĕçĕ çумчен шенеле çĕмĕрсе карĕ, ӳте кăшт анчах лекмен. N. Ман çĕлĕк çумĕнче сан мĕн ĕç пур? N. Уруна хорăн çомне хырса тасат. Хорăн çомĕнче тасат. Кан. Çуртсем çумĕнчи вывĕскăсем çине чăваш чĕлхине темле те кукăртса çырса хунă (написано искаженным чув. языком). N. Çтина çумне çырса хăварсаттăм. N. Арча çумне питĕркĕç тунă. К сундуку приделали запор. N. Урана йăвăç çумĕнче хырса тасатрăм (выскоблил, вычистил). Н. Кожары. Çĕççе кăмака çумăнче хырса çивĕçлерĕм. N. Ман урасем пылчăклăччĕ. Эпĕ карăм та, юпа (хурăн) çумăнче тасатрăм. N. Юпа çумне кайса тасат уруна. N. Хурăн çумăнче уруна тасат. (Это верно). N. Урана картлашка çинче тасатрăм. Н. Лебеж. Çурçĕр тĕлĕнче çумран (с моей постели, буквально „от меня“) тăрса карĕ. Артюшк. Туратне пĕрене çумĕнчен касса пăрах. Очисти бревно от сучьев. Орау. Ах, мур! сан çулăнта çынсен ачисем пурăнăç çумне кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе хушаççĕ, эс пуррине салатан. Ах, ты, дрянь, в твои годы другие уж зрарабатывают, а ты все теряешь! || Указывает на нахождение предмета при ком-либо, т. е. за пазухой, в кармане и пр. Ау 13°. Пуртине çумне çакрĕ, тет. Хора-к. Пуртă илтĕм, çумма чикрĕм. Юрк. Кĕрӳшĕ куркинчи сăрине ĕçсен, укçине хăй çумне илет. Регули 1141. Ман çомра (при мне) окçа пор. Юрк. Карчăк, укçана акă эпĕ кунта, ешчĕке, хутăм; хампа пĕрле çумра ярмуккана илсе çӳресен, кăларса-туса илесрен хăратăп. Якейк. Виççĕр тенкĕ окçам çомăмра (при мне). Микушк. Арчи уççи анне çумĕнче (у матери, при ней, напр., в ее кармане и пр.). N. Çомма окçа похасшăн, чтобы собирать деньги. Тяптяева. Эпир сутса (лошадей), сана укçине парса, хамăр çума виçĕ пус хăварас тесе, шухăшларăмăр. Хорачка. Кĕçĕн-кĕрӳ кăчкăрса çӧрет: атьăр тоя! Арăм пор-тăк, арăмне илĕр çома, арăм çок-тăк, волашка илĕр (кĕпе волашки), ачи пор-тăк, ачине илĕр, ача çок-тăк, токмак илĕр. Панклеи. Йолашкине çомне чикет. Остальное взял с собою. N. Вулăсра укçасене пăхса тăракансем укçасене хăйсем çумне илнĕ. Кан. Пĕрин çумĕнче те хĕрес кураймăн. Якейк. Хора шарçа килĕшет, çома (на себя) çаксан килĕшет. || Вместе с..., попутно. Альш. Ăна (их) вăрçтаракансем çумĕнчен пĕр-икĕ ăса кӳртекен те пулат... Ib. Тепĕри татт ун çумĕнчен ача-пăча тăманнипе тертленет. Ib. Каччисем каяççĕ хĕрĕсем патне уллах пăтти çиме. Пăтти çумĕнчен ăна-кăна тупат, сĕтел çине хурат. Ib. Арăм çумĕнчен хĕрĕ те йĕрет вара. Ib. Православный праçник çумĕнчен тата унăн хăйĕн авалхи йăлине хисеплемелле кунĕсем те пур. Чăв. й. пур. 16°. Çапах та кунăн тетĕшĕ пурăннă пулсан, ун çумĕнчен пурăнма ăна çăмăлтарах пулнă пулĕчĕ. N. Ун çумĕнчен ерипе пуп ывăлĕ те тиечукпа улах тăрăх çĕр-хута сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ. || В сравнении с... Орау. Ун çумăнче вăл ним те тăмаçть (ним те мар, не стоит). N. Ăвăс вутă юман вутă çумĕнче çур хакпа анчах çӳрет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 25. Çав шапасем ытти шапасем çумĕнче пит чипер пулнă. || За. Тайба-Т. † Утма ăçтан кăкарас? Улма-йывăç çумĕнчен. N. Манăн лаша юпа çумăнче кăкарăнса тăратьчĕ.

çăл

(с’ŏл, сы̆л), ключ, родник. N. Çăл тухать, пробивается родник (в реке). ГТТ. Çăл тухнă. Ib. Çăл типнĕ. Актай. Çăл пур тăвайккинче икĕ кăвакал ларат. (Хĕр чĕччи). Сятра: с’ŏлдан шу э̆снэ̆ чона валдан коры̆к чэ̆бэ̆тсэ татса п̚ы̆раҕаччы̆, шу озалы̆ сын ы̆шна кэ̆рэсрэн. ЧС. Вăл çăл пит хаяр, çавăнпа вăл упăшку суха тунă чух çавăнтан шыв ĕçнĕ те, тата шĕлепе (шĕлепкепе?) ана çине юлташсам валли ăсса кайнă, çăл ăна тытнă, халĕ ĕнтĕ ăна çăл чӳклемесен ямаст, чӳклемесен упăшку та вилĕ, тенĕ. Ал. цв. 9. Шыв çăлран тӳрех кĕленче чашăк çине юхса кĕрет. Бес. чув. З. Вăл çырма çула çăл пек кăна юхса выртнă, çуркунне темĕн тĕрлĕ хытă, çырма хĕррисене ише-ише юхса пынă. || Колодец. Изванк. Çăлĕ çине пăхсан, çара çăмарта анчах куратăн, пит йĕрĕнчĕклĕ. Çав çăмартасене, е ĕслĕк ерсен, е кĕсен-çăпан тухсан: çав çăл тытрĕ пулĕ, тесе, кайса яраççĕ. Ib. Чăх ашне пĕçерме çав çăлтан (т. е. Яшутка çăлĕнчен) шыв ăснă чухне: эпир шыв ăснăшăн ан çилен, тесе, пĕр çăмарта ячĕ. (Поминки). Ачач 2З. Анне, кала-ха: эпĕ ăçтан çурăлнă? тесе ыйтсан, амăшĕ çапла тыттарнă ăна.— Сана çăлран туртса кăларнă, тет. Орау. Мĕн пур çăла вĕлерекен амаль ярса тултарнă, тит. Она отравила все колодцы.

çĕкле

(с’ӧ̆к’л’э, с’э̆кл’э), поднимать. Янш.-Норв. Вăл (вутăш) çапла хăйне кашкăрсенчен кăшкăрса хăтарнăшăн çынна çĕклейми укçа парать, тет. Чăв. й. пур. 37°. Ăçтан пыннине хам та сисмерĕм, çитрĕç те, урапа çине çĕклерĕç-пăрахрĕç (меня). N. Пит нумай çĕклерĕн. Çĕнтерчĕ 47. Георгине çĕклесе тăратса лартать (поднимает и ставит на ноги). ТХКА 70. Эпĕ Петтяна çĕклесе тăратрăм. || Носить. В. Олг. N. † Кĕтӳре тимĕр кăвак çук, йĕвен çĕклесе каясси çук. Байгул. Тата хăш чухне йăмăка çĕклесе çӳреттеретчĕ (заставляла носить на руках). || Брать. Бижб. Çынна ытла сăмах каличчен, ытла чĕлĕ çăкăр çĕкле. (Послов.). Собр. Çынна сивĕ сăмах калаччен, пĕр чĕлĕ çăкăр çĕкле. (Послов.). || Выдержать, сдержать. Кильд. † Çĕр çирĕм (вар. çĕр çитмĕл) пĕрене кастартăм, çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм. Сред. Юм. Кăçал ôлма пит пôлнă та (уродились в изобилии), ôлмăççисĕм çĕклесе те лараймаççĕ. || Поддерживать, помогать. N. Халĕ ăна ывăлĕсем пăртак çĕклесе пурăнаççĕ. N. Патшалăх пухăвĕ тĕрлĕ ĕçре пурăнакан халăхăн нушине çĕклеме (облегчить) тăрăшмастчĕ. ЧП. Хура-халăха çĕклес. N. Усал çын хăй хутне кĕрсе шанчăк илекенĕн камăлне çухатать, хăйне ырăлăх тунине вырăна хуман çын хăйне çĕклекене пăрахать. N. Вара эпир, ун пек çĕклесе тăракан çын тупсан, çынсенчен те хăрами пулатпăр. Альш. † Купăсçăçăм купăсçă, ман сассăма кам çĕклĕ? Ман сассăма эс çĕкле, сан сассăна эп çĕклĕп. || Служить подспорьем. О сохр. здор. Тĕрлĕрен кĕрпе, çĕрулми, ытти пахча çимĕçсем те çăкăра пит нумай çĕклеççĕ. || Поддерживать дух. N. Йăвăрлăх килсен, унăн чунне çĕр ĕçлени çĕклесе тăнă, çавăнпа унăн ӳчĕ-пĕвĕ час çемçелмен. Хора-к. Йывăр хуйăха ĕç çĕклет. (Послов.). Пазух. Ырă аттеçĕм, аннеçĕм. Сирĕн хуйхăра кам çĕклĕ? Турăпа пӳлĕх хăй çĕклĕ. Самар. † Аслă урам хушшисем тумхахлă, тумхахлă та пулин çĕр çĕклĕ; пирĕн пуçсем хуйхăлă, хуйхăлă та пулин турă çĕклĕ. Хĕн-хур. Ай, ăнсăр, хĕн-хур куракан çынна турă хăçан та пулин çĕклет. N. Хăйне хăй çĕклесе çӳрет. || Носить (званне). N. Ĕç мĕнлине тӳрех, уççăн калас пулать. Тӳрех каламан çын халăх шаннă çын ятне çĕклеме тивĕçлĕ мар. Ст. Ганьк. † Урçа ятне çĕкличчен (т. е. чем быть женою вдовца, = тӳсиччен), тулă пăтавкки çĕклейĕп. || N. Эпир халĕ тутăр-сурпан вĕçĕсем те çĕклеместпĕр. || Снимать грязь, очищать. || Принимать (на себя) Альш. † Кĕпе кирĕкне кĕл çĕклĕ, кĕл кирĕкне мĕн çĕклĕ? Кĕл кирĕкне шыв çĕклĕ. Ала 72°. † Ман çылăха кам çĕклĕ, кам çиекен çав çĕклĕ. (Хороводн. п.). || Принимать (в картах). Изамб. Т. Эсĕ миçе карт çĕклерĕн? (У КС. — тытрăн). || Поднять (урожай). N. Кĕр çитрĕ. Çĕр, юрлăхсене шеллесе, тырă çĕклесе пачĕ. || Уносить, украсть. Изамб. Т. Ку, Микуç, хăйсенчен пĕр кил урлинне сурăхне çĕклеме кайнă. || Расплачиваться, poenas luere. N. Алли тунине арки çĕклĕ, теççĕ. (Послов.).

çĕлен мăйраки

„рожки змеи“. Н. Карм. Çĕлен мăйраки кĕнĕ пулĕ сана, пуян тăратăн: укçа та нумай, выльăх та нумай, тырă та нумай. Ib. Рăскаллă çын çĕлене курать. Мăйракаллă çĕлене курсассăн, шур туттăр пăрахать, (шурă япала) сарса пăрахать çĕлен умне. Çав шурă çине çĕлен мăйракине пăрахать. Унтан вара вăл çын илсе тавăрнать те, пуять: укçа енчĕкне ярсан, укçа нумай пулать; выльăх картине хĕстерсе хурсан, выльăх нумай пулать; вăрлăх тырă çине чиксе хурсан, тырă ăнать те, хуçа пуять. Çĕлен мăйракине çухатсассăн çука ерет: пит хытă сыхлас пулать. ФТТ. Укçа хутаççине е тыр ăшне çĕлен мăйракине хурсан, хутаçри укçа е пырари (= пӳлмери) тырă нихçан та пĕтмест. Орау. Темскерле ылттăн мăйракаллă çĕлен пур, тет. Мăйракисене вăл кашни çулах пăрахать, тет. Çав çĕлен мăйракине тупакан çын пуять, тет. Тулĕк çамкине икĕ мăйрака пек мăккăль сиксе тухать, тет. Хир-пуçĕнчи Кулля çавăн пек мăйрака тупса-пуйнă, тит, çамкинчи мăккăлĕ те унăн çавăнпа тухнă, тит. Вăл халь кам-та-пулсан çамкине перĕнтерсе мăккăль сиктерсе кăларсан: ку Кульля мăйракине ăçтан тупрăн? тесе ыйтаççĕ кулса.

çăлен чĕлхи

наговор против укуса змеи. Н. Богданов. Çĕлен чĕлхи. Çĕлен сăхсан выльăх та, этем те шыçăнса каять, ун шыççи хытă тăрать, алăпа пуссан, латăртатса путать. Пуссан, путать те, алла илсен, каллах хăпарать. Ăна малтан шывпала вĕрсе вĕçтереççĕ, унтан уçлам-çу çине вĕрсе, ăçтан çĕлен сăхнă, çавăнтан вĕрнĕ çуне сĕреççĕ. Вĕрнĕ чухне çапла калаççĕ: куçран, хаяртан, хаяр куçран усал сехмет, усал хаяр çулăхнăччĕ — таврăнать, ырă кун пар, ырă çул пар, ырă сехет тĕлне ту, усала-тĕселе сир, турă хушнипе вĕрнĕ чĕлхем сипетлĕ пултăр; турăран ырăлăх, этемрен сиплĕх; çилпе килсен, çилпе кай; çулпа килсен, çулпа кай; ан тавлаш, ан хирĕç, кун таврăнать — таврăн, çĕр таврăнать — таврăн, хĕвел таврăнать — таврăн, куçран, хаяртан, хаяр куçран, вĕри хаярĕнчен, сивĕ хаярĕнчен, çул хаярĕнчен, (?) хаярĕнчен, ăншăртлă хаярĕнчен, ăншăртлă тул хаярĕнчен, усал сехмет çулăхнипе таврăнать, ан тавлаш, ан хирĕç, таврăн. Курм. Çĕлен чĕлхи соратăп. Туй хоран тĕпне хăнча çĕлен сăхса витерчĕ, çавăн чохне тин сăхса витертĕр. Чохăн хоран тĕпне хăнча çĕлен сăхса витерчĕ, çавăн чохне тин сăхса витертĕр. Пшкрт. Çетмĕл те пен ылтăм кĕрепĕç, ылтăм кĕрепĕçре çетмĕл те пен ылтăн пакча. Çетмĕл те пен ылтăм пакчара çетмĕл те пен çатма. Çетмĕл те пен çатмара çетмĕл те пен ылтăм çăмарта. Она хăнча ылтăм хĕлĕк веттĕр сăкса полтарат, он чокня сăкса полтартăр. Хора çĕлен шуйĕ хора тенĕсре, манăн кон пăк (дальше повторяется: кĕмĕл кĕрепĕç, пăхăр кĕрепĕç и т. д.).

тара

наем, аренда. (Собств. дат. п. от тар; употребляется в значениях прямой формы). Кан. Ăçтан илсе пĕтерен вăл Кĕркурирен укçа, унăн яланах тара çинче. || Наемный. Ерк. 7. Урхан тара халăхсем уйри ĕçе пухнă чух, шаккăлсене шакканă.

туртакан хут

курительная бумага. N. Тавта-пуç сана туртакан хут янăшăн. Ăçтан шухăшласа яра пĕлетĕн? N. Çыру ярсан, кампирт çине туртакан хут чиксе ярăр.

тухса çӳре

похаживать, ходить, разьезжать. Кан. Кӳршĕсем патне, хăнана тухса çӳрен-и вара? — Ăçтан ара халь ĕç çинче çын патне çӳрен? çук, çӳремен... Сĕт-к. Хир молкачи вăл çĕрле анчах тохса çӳрет. Сунт. Çак ача пирки ниçта та тухса çӳреместĕп те (никуда не хожу)... Кан. Ялсене ямшăк лашисемпе тухса çӳрет. Разьезжает по деревням на ямских лошадях. Орау. Тула туха-туха çӳрерĕм, те çавăн чухне çухалчĕ.

тăваткал

(ты̆ваткал), четыреугольный, квадратный. Ёрдово. † Тăваткал çытар тĕрлĕ пит, сарса ан хорăр — лармастăп. Тюрл. † Тăваткал çаран тват çаран, çăлассинчен пухасси. Пазух. Тăваткал çерем çĕр-çырли, çырли нумай, çĕр сахал. ЧП. Тăп-тăваткал. N. Тваткал куçлă, клетчатый. || Квадратная или четыреугольная площадь. N. Урам тăваткалĕ, площадь. N. Эпĕр тăракан вырăн 8 çухрăм тăваткалĕ, лупам вырăн, питĕ тӳрем. Ходар. Пĕремĕкне çуррине пиччене пачĕ, çуррине çул тăваткалне, куçсем кайма, еçсе пăрахтарчĕ. Пăрахнă чухне ак çапла каласа пăрахаççĕ: ырă урапа çуна йĕрĕ, çак куç ăçтан килнĕ, çавăнта еçсе пар, тет. (Из обряда „куç чĕлхи вĕртерни“ во время „шатра“). N. Акă ял варринче, пĕр пĕчĕк тăваткалта, шкул çурчĕ... пысăккăн курăнса ларать. || Мера земли. Магн. М. 44. || Особая кладка снопов, когда ставят верхушками вместе с четырех сторон по одному или по два снопа, наверху один сноп (входит 15—20 снопов). Чертаг. || Назв. особого платка, размером 21/2 четверти в длину, 2 четверти в ширину. Атмал-к. N. Тăваткала, хĕр кĕрӳ килне кĕрсен, пуç сырас умĕн, пуçне витсе тăнă. Уна кĕçĕн-кĕрӳ ташласа илнĕ. Уна вара кĕрӳшĕ сылтăм алăн кача-пӳрнине çакса çӳренĕ. Тăваткал пӳркенсе тăнă чух хĕр аллисене чăмăртаса сăмса патĕнче тытса тăнă. || Назв. растения (козловка). Абыз. КС. Тăваткал, иначе: кашличĕ, граненый ствол, едят.

тăн

(ты̆н), ум; память; сознание. Изамб. Т. Панклеи. Йăван: ман çав хватярта чĕлĕм пор, çав чĕлĕмсĕр ман тăн кăримасть (не возбуждается ум), тет. Якейк. Вăсампа хăтланса ман тăн çĕтрĕ. У меня с ним голова скружилась. N. Поçăма тăн кĕрсессĕн, хорăн хоппи пек пĕрĕнтĕм. N. Манăн вăлсампа тăн çĕтнĕ ĕнтĕ. КС. Вăл ача-пăчана манăн тăн çĕттĕрĕ ĕнтĕ (замаялся). N. Çапла пурăннипе ăçтан тăн кĕрĕ вĕсене. Где им стать понимающими при такой жизни. Кама З. Тăн тухрĕ санпала, явăл. Календ. 1907. Ц.-приходский школăсем, вĕрентсе уçăлтарас вырăнне, ачасене тăнтан яратьчĕç. Ала 96. Тата сыснасемпе сысна йăвинче выртса пурăнтăм, нимĕн тăнĕ те пулмарĕ. Ала 98°. Каран чĕлĕм чĕртсе тортрăм, тит те, çăпата олăштарса сыртăм, тит, çантах тăн çавăрнса килчĕ, тит. Тăн çохалса кайсан, ялан çăпата олăштарса сырас полать, тит. Тораево. Иван тĕттĕм çĕрте (во мраке), выртрĕ-выртрĕ, тет те, тăн кĕрчĕ, тет, ăна (пришел в себя). Якейк. Яланах тăнпа калаçмаçть вăл (иногда порет вздор). N. Толчок ăрамĕнче пĕр Кĕркури ятлă, тăнран ӳксе выртакан çын выртнă. N. Ним тăн та çук, çырнă çĕртех улăшса каяп. Янтик. Ман тăн çук, пулмас манран вĕренсе. Якейк. Ма эс вăл сăвва халь пĕлместĕн? Пасăр лайăх калаттăнччĕ-çке? — Тăн саланса кар, аса килмест. Йӳç. такăнт. 50. Манăн ăçтан пурне те ырă туса çитерес? Унта-кунта чупкаласах тăн тухать. || Дух. Хурамал. Пит япшар, тăнне çавраймасăр калаçать.

ха

(ха), частица, соответствующая русскому: разве, неужели. Абаш. Миколай, эс киле пымăн-им-ха? (Так сказал дед внуку, который не жал хлеба). СТИК. Сана тивей-мен-им-ха? Тебе не попало разве еще? Ib. Эп унтан хăраппи-ха! Вот еше, я разве боюсь его! N. Рăтиван хăта вилни-ха эппин? Ала б. Иван Суволов шухăшлать, тет, ăшĕнче: Эп-и-ха ку? (неужели это я?) — тесе. || Может быть, возможно. Изамб. Т. Хăйĕн асапĕ пĕтрĕ, арăмне шел.— Шел те, мĕн тăвас тен? Качча кайĕ-ха. N. Кунта илсе парĕç-и-ха, пит васкаса ан ил. || Вероятно. Букв. Вăл лашине тăратнă та, кунта мĕн те пулин пур-тăр-ха тесе, пăхма пынă. Чаду-к. Пĕрре тилĕ çын пулчĕ, тет те, калать: Тилĕ тус пур-и, кума пулма пырать-ши? Упи каланă: Пырать пулĕ-ха, тултаччĕ. || Наверное. N. Вăл килсен çитерет те-ха мана, килмен, мур. Если придет, то накормит. || Еще. N. Кăна тунипех сахал-ха. N. Ăçтан тупăн-ха хаçатне, ăна илме киоск та çук-ха. N. Халĕ те килмен-и-ха вĕсем? ЧС. Киле кĕтĕм те, мана анне: Тата мĕншен йĕретĕн-ха? терĕ. Тим. † Ӳссе кăна ӳссе çитĕнетĕр, пур-и-ха кассăрта тусăрсем? ЧС. Ăçта кайрăн-ха? СТИК. Пĕр-пĕр ют çын авăн çапакан çемье çапнă çĕре пырат та: Кăсем авăн çапаççĕ иккен-ха,— тет. N. Эпĕ çак чашкăсене çăвап-ха, эс кăшт кĕтсе тăр, унтан вара кайăпăр. Оп. ис. ч. II. Эпĕ тухаймарăм-ха. Я еще не удосужилась выйти. || Вот. СТИК. Авăн çапма тытăнтăмăр-ха. Ib. Вăрмана кайса килтĕм-ха. В лес сходил вот. (Говорит, положим, человек, только что возвратившийся из десу, постороннему человеку; говорит слегка). || Вот именно. Микушк. Татах тухса ларнă пухăва, çапла ларакан-ха вăл. || Ну что... Яжутк. Мучĕшĕ каларĕ, тет, турăн-и-ха? тесе каларĕ, тет. || Выражает сомнение. Альш. Эй, кукша, санран пулас-ха патша хĕрне илме. Ib. Пĕри калать, тет: Эй, эсĕ илме-ха ăна. || Соответствует русской частице ка. N. Кĕнекине ывăт-ха ман патма. Кинь-ка книгу ко мне. В. С. Разум. КЧП. Ан тат-ха çырлине, кĕт пиçерех патăр. Н. Байгул. Çи-ха, çи. Ст. Чек. Курам-ха, курам-халь. Ib. Ту-ха, ĕçле-ха; сывă пулăр-ха. Орау. Ыран виç сахатра килеп, эсĕр килте пулăр-ха, кирлĕ. Оп. ис. ч. II. Ан перĕр-ха, чарăнăр. Погодите-ка стрелять, перестаньте. Ib. Çимелли кӳрĕр-ха! Дайте-ка мне поесть! Ib. Анне, шыв пар-ха! Мама, дай-ка водицы! || Служит для смягчения приказания. Оп. ис. ч. II. Мейĕр, çийĕр Иван татăкне, вăл кĕтесре йăлăнтарса лартăр-ха! — терĕ. „Нате, ешьте Иванов кусок,— сказал он,— пусть он сидит в углу и капризничает“. Ib. Пит ывăннă пулĕ вăл; ан тив кантăр, вара хăех уçăлĕ-ха. Он, чай, устал; пусть отдохнет, тогда сам и приободрится. Ib. Атя, килех, ирт кунталла, калаçса ларапăр-ха. Иди, проходи сюда; поговорим. || Соответствует русской частице же. С. Айб. Халь те пулсан манăн çав лаша-ха. Бес. чув. З0. Мĕнле-ха вăл апла? Как же это так? || В качестве вопросительной частицы. Чем люди живы. Хăшĕ-ха сирĕн атă ăсти? — Эпĕ те-ха. Бес. чув. Сан ывăлу кампа пасара кайнăччĕ-ха? Ал. цв. 12. Эпĕ вĕсене ури-аллисене çыхса ирĕксĕр яраймăп. Тата епле, мĕнле çулпа çитмелле-ха кунта? Эпĕ çитиччен икĕ çул шăпах иртрĕ, мĕнле çулпа килнине пĕртте пĕлместĕп, тенĕ. О сохр. здор. Мĕнле сарăлать-ха çак чир? Вăл ак мĕнле сарăлать. || Соответствует русской частице ли. N. Тăванăм, эсĕ кăçал киле тавăрнайни-ха? Сенчук. † Пилĕкĕрте пурçын пиçихи, ялăрта сутакан пур-и-ха? N. Эс вăрантăн-и-ха ? Меня занимает, встал ли ты? || В качестве вставного замечания. Альш. Пирĕн ăвăслăх теççĕ-ха. БАБ. Учуке-ха ăна хирти тырă-пулăшăнах тăваççĕ, çавăнпа ăна ялта тумаççĕ, пĕр-пĕр уллах çĕрте, хирте, тăваççĕ. Альш. Малтанхи кунех хĕрсем хваттире кĕрпесем, çусем, тăвар илсе пыраççĕ-ха. Нюш-к. Вара çавăнтах куç курми пулчĕ (потерял зрение), тет. Ку мана юрамас-çке, ку ырă укçа мар-ха, тесе, хуранне хыпаласа тупса, талĕрсене каялла ятăм, тет. N. Кĕçĕр эпĕр час çывăрмăпăр-ха (т. е. займемся каким-нибудь нужным делом). N. Аçу ăçта? тесен, эпĕ: вăрмана кайнă-ха (ожидается его возвращение) вăл, теттĕм. Чем люди живы. Ăçтисем пулатăн-ха эсĕ? Могонин. А! вот сана, ман анана сухаланăшăн вăл мĕле асаплантарать-ха, терĕ. Орау. Пăркун каларăм вĕт-ха. Оп. ис. ч. II. Лашасем шывшăн пулĕ-ха. Лошади, небось, хотят пить (воды). СТИК. Вăл ик аллипе сăхсăхса илчĕ пуль-ха! Не токмо что, наверное, еще обеими руками перекрестился! Ib. Çавăнта кайса килес пуль-ха. (Говорит, готовясь уже итти, куда хочет). N. Вĕсем калаççĕ: Сирĕн Йевкен вăйăра пулĕ-ха, вăл çавăнтан килеймерĕ пулĕ-ха,— теççĕ.

хамăр

мы сами, себя. N. Эпир хамăр, мы сами. ГФФ. † Эпир хамăр çавнашкал та, ăçтан ĕçкĕ онталла та. Мы и сами такие — где выпивка, туда и мы. ГФФ. † Эпир хамăр çавнашкал — сăрине тума полашмастпăр, ĕçкине ĕçме полăшатпăр. Мы и сами такие. Варить пиво не пособляем, а выпивать помогаем. НР. † Хамăр çолнă çарана паккусĕнчен паллатпăр. Скошенный нами луг по покосу узнаем. А.-п. й. 4. Мулкача хамăр çиеймерĕмĕр те. Сюгал-Яуши. Çулăмĕ тухсан, хамăр çуннă паках туйăнчĕ, эпир тата хытă макăра пуçларăмăр. Изамб. Т. Хамăртан пуçне (кроме нас) пилĕк ача пур. || Наш, свой. Хамăртан (за свой счет) çияс полсассăн, йӳç кăшман та тутлă поль. НР. † Çав хамăр ял ачисене... Парней нашей деревни... Ой-к. Вăл хамăр патшалăхра пулĕ-и, тет. N. Хамăр патăртан иртнĕ чухне каç иртетни, кăнтăрла иртетни, кăнтăрла пусан хамăр ял-йышсене куртăн-а? Альш. Вăл киле пырса кĕнĕ чух, ют ялта та, хамăр ялта та, сăра йăтса кĕрет чĕреспе. ТХКА 51. Мĕнле ку? Хамăр уй пек туйăнмасть мана,— тет атте. Ib. 70. Киле таврăннă чухне, хамăр урамра, атте пире: юрлăр, терĕ. Байгул. † Ай-хай кинçĕм хамăрăн, хамăр майлă турăмăр. Календ. 1904. Хамăрта (на нашей родине, в нашей стороне) тăвакан пахча çимĕç вăррисем. N. Эпир хамăр укçана çухатрăмăр. || Юрк. Эпир хамăра пулсан (по нашему мнению) аван пурăнатпăр пек, пăхăсăн, пирĕн килти тăвансем пурте пиртен лайăхтарах пурăнаççĕ.

харам

бесполезный, напрасный. N. Ватă çын халавĕ харам çĕрте выртман, теççĕ. (Послов.). || Бесполезно, напрасно, зря. О сохр. здор. 52. Апла лайăх тăрантармасăр усрасан, вĕсем сĕт памаççĕ те, вĕсене усрани те харамах пулать. СПВВ. Харам пулчĕ. Шурăм-п. Манăн малтан апат çитерĕ кукаçей тенĕ шухăш харамах пулнă мĕн. N. Вĕсем вĕрентни харамах пулнă. Чăв. й. пур. 31. Сире тăрантарни те харам, сирĕншĕн çăкăр ахаль сая каят, тенĕ. Тюрл. Харам татса сая янă ку корăксене. Ib. Харам сана тăрантатăп. СПВВ. АС. Харам, харамса = ахаль кайрĕ. ТХКА. Тăкак пулмасть, асап сахал, пилĕк-çурăм аманмасть, вăхăт харам иртмест. || Легко достающийся. N. Анчах эсир харам укçана, эпир тар юхтарса тупнă укçана пĕтеретĕр. || Легкий, легко переносимый. Чăвашсем. Çисе тăрансан вара: хуйхăр харам пултăр, тесе тухса каяççĕ вара (после похорон). N. Йăвăр хуйху харам пултăр. || Дармоед. N. Сана, харама, çитеретĕп. Альш. Начар ача çăкăрăн харамĕ. || Вместительный. СТИК. Мĕн харам та... ăçтан парса çитерен! Такую махину разве накормишь. Ib. Çав харама тултарма пĕр капан кайĕ-ха (о большом животе). || Добыча. N. Пăхăрăçă шелех мар, анчах шăрçа ярăмĕ парне кӳрес тенĕ чух пулчĕ вăрă харамĕ. || Ст. Чек. Харам сиксе тухнă. У него появилась шишка (у мироеда).

хатер

(hад’эр), встречается в сочетании: çав хатĕр, ку хатĕр, у хатĕр, до такой степени. Тюрл. СЧУШ. Пурти çав хатер мăка пулнă, пĕрчĕ те касман. Перев. Эй, шăллăм, ăçтан эсĕ ку хатер пуйса карăн. Сред. Юм. О хатер васкама пожар тохман поль вит-ха. До такой степени торопиться, чай, пожару нет нигде. Базл. У хатер ан мăшкăла. Ib. У хатер мĕн калаçанă.

хыпалантар

понуд. ф. от гл. хыпалан; торопить. Халапсем 24. Кирек ăçтан тупăр! тет, хăй утнăçемĕн хыпалантара пуçлать. N. Хыпалантарать анчах. Оп. ис. й. II. Çынсем кая пуçласанах, е çырмара тĕтĕм тухни курăна пуçласанах, каллах асанне патне чупса кайса: асанне! часăрах, тăрса юлатпăр пулĕ, çынсем каяççĕ! тесе каласа, хыпалантарса ӳкереттĕм. Как только пойдет народ, или покажется в овраге дым, я опять прибегал к бабушке и торопил ее: „Бабушка, скорее, мы останемся; люди уже идут!“ || Пробрать. Кан. Ыттисене те чылаях хыпалантарса тухрĕ. Сред. Юм. Вăрра тытрĕç те, ахаль хыпалантарчĕç анчах. || Выпороть крапивой. Альш.

хыпар

(хыбар, Пшкрт: хыβар), весть, известие, весточка, сообщение, уведомление. N. Килти хыпара илтессĕм килет. (Из письма). Макка 130. Хам та çырман та ĕнтĕ, сирĕн хыпара та эпĕ пĕртте пĕлместĕп. N. Эпĕ халĕ вĕсен хыпарне пĕлместĕп. Известий о них я не получал. N. Вĕсем çинчен ниçтан та хыпар тавраш, илтĕнмен. N. Çав пулнă хыпара илтсен, пурте тĕлĕнсе анчах тăнă. Ib. Арăмĕ килте çук хыпара илтсен, çавăнтах ача пек макăрса янă. Ib. Вăл ашшĕнчен арăмĕ ача çуратнă хыпара кĕтнĕ. СК. Санăн хыпара (известие от тебя) илтсен, манăн чунăм савăнать. N. Хыпар ил, получить известие. N. Вăрçă çинчен ним хыпар та пĕлмесп çырма, чарнас хыпарĕ çук. Янш.-Норв. Хамăр илес хăнасе хыпар малтан ятăмăр. N. Сирĕн хыпара (о вас) илтес килет. (Из письма). Пазух. † Хыпар ятăм ют яла, килтĕр терĕм выляма. N. Килти хыпара час пĕлес çук. || Новость. А.-п. й. 48. Мĕнле çĕнĕ хыпарсем? Какие там новости? Ib. 96. Тепĕр икĕ уйăхран, ыраш шăркана ларсан, Сахар илтет çĕн хыпар. Абыз. Кунта ним хыпар та çук-и? N. Килти хыпара пĕлсе килем, тет. N. Кунта çĕнĕ хыпар ним хыпар та çук. Ачач 54. Мĕн çĕнĕ хыпар тавраш илтĕнет-ха Раççей çĕрĕнче? тесе ыйтрĕ ак кайран кĕнĕ пĕр арçынĕ. Самар. Эпĕ сирĕн пата килтĕм ăшă хыпара, тутлă чĕлхене, сирĕн хĕр пур, пирĕн каччă пур, хăталлă пулма пулмĕ-ши? N. Хусанта хыпар епле илтĕнет? Ăшă хыпар пур-и, çук-и? (Из письма). N. Ăçтан пĕлтĕр вăл хыпара? Баран. 62. Хрантсус хыпарĕ пур çĕре те час сарăлса çитет. N. Эсĕ çавăнта кайса пăхса, пиччусенĕн хыпарне пĕлсе килччĕ. N. Хайхи ача тӳре патне хыпар пĕлме пынă, тет. Юрк. Мускавра мĕн ăшă (благоприятную, хорошую) хыпар илтĕн, мана çырса ярса пĕлтерме тăрăш. N. Мĕн хыпар? (Говорят пришедшему).

хыт-хуралă

обильный травой хыт-хура. Н. Карм. Хусан купсисемех ăçтан иртет, хыт-хуралă ана пуçĕнчен.

хисепле

считать. Ау 21. Акă вĕсем укçа хисеплеççĕ, тет. || Причислять, относить. Юрк. Пире, чăвашсене, юнăшпа финсенĕн йăхне хисепленĕ. || Почитать. N. Тата хама хисеплесе салам янăшăн Аннана питĕ пысăк салам яратăп. Ачач 35. Çукка ăçтан хисеплетчĕр ара вĕсем? N. Вăл çырса хăварнă кĕнекесене вулакансем халĕ те пит хисеплесе пурăнаççĕ. N. Вăл вĕсене каланă: тавта-пуç сире мана хисеплесе килнĕшĕн, тенĕ. || Ухаживать. ТХКА 85. Ман атти те выльăха хисепленĕ. Ăна та, ман пекех, пурте юратнă. || Благодарить. Никит. Эпĕ мĕнле хисеплемеллине те пĕлместĕп. Маншăн сана çынсем хисеплетчĕр.

ху

ты сам, себя. КВИ. Эпĕ асап курнишĕн ху айăплă, эпĕ мар. N. Эсĕ ху, ты сам. Юрк. Ху пĕлетĕн, эпĕ уншăн хĕрĕх тенкĕ тӳлерĕм. КС. Ху патна, ху пек. N. Ху пĕлсе ху пурăн, тенĕ. А.-п. й. 16. Илсе кай мана та хупа. СТИК. Ху каланă сăмахă хăна çаврăнса çиттĕр. (Ылханнă çынна хирĕç тавăрса калаççĕ). || Твой, свой. N. Хăвăнтан ан кăлар. Не расходуй своих денег. N. Эсĕ ху укçуна çухатрăн. А.-п. й. 45. Ларт хăвăн çурăму çине утлантарса, вара çул кăтартăп. Посади на свою спину, тогда покажу дорогу. Альш. Ялта ырă çын кирлĕ, ху тенĕ çин кирлĕ: ялпа ял пĕр тăрат. N. Эсĕ уншăн кулянса, çунса ан пурăн, санăн ĕнтĕ хăвăн хăвна çитрĕ пулĕ. N. Ху чĕлхӳне пĕлекене нумай çăмăл пулать тĕнчере пурăнма. Юрк. Йытă пӳрт çине пăхса улани çын вилессе пулат. Ху пуçна пултăр, тесен çынна сиен пулмаст. Тип-Сир. Пичĕшĕ ăна каланă: халĕ мĕнле кайса илес ĕнтĕ ăна, тенĕ. Шăллĕ каланă: эй, ухмах! ăçтан кайса илен ăна, кайсассăн та ху пуçна çиме кайни анчах пулат, тенĕ. Эльгер. Чăваш çынни, паттăрлан; ху ĕмĕрне ан çывăр.

хуйхăрттар

вдвойне понуд. ф. от гл. хуйхăр. N. Мана сывлăш çавăрма памасăр хуйхăрттаракан ăçтан мана илтесси пур, тийĕттĕм. N. Пире пĕр ĕç пит хуйхăрттарса тăрать.

хочăшлă

смешашшй. ГФФ. † Ăçтан та янтрать, янрас çок-тăхланпала хочăшлă. Как эй (монете) звенеть, где эй звенеть, когда она смешана с оловом.

хăякăн

хăяккăн, на боку, боком. Сорм-Вар. Хăякăн тиякăн, пуп весерле. (Сак). Ib. Хăякăн тиякăн, насмешка над диаконами. Урмай. Хăякăн та тиякăн, пуппа майри месерле. (Сак ырати). N. Ашшĕпе амăш хире-хирĕç пăхса тăраççĕ, ачи-пăчи хăяккăн выртать. (Урай, мачча, сакă). Трахом. Пуçне мĕскен хăяккăн чалăштарайса çӳрет. Ст. Чек. Хăяккăн (искоса) пăхса иртет. Б. Олг. Хăяккăн выртатăн-ăç, выртсам чипер! Тюрл. Хăяккăн тротрăм (не плашмя). Хурамал. Хăяккăн кăна выртать вăл, ĕçлет-им! теççĕ (о ленивом). Ст. Чек. Хăяккăн выртса ирттермен (на боку, без дела). ГФФ. † Хора лаша кӳлсе тохсан, хăяккăн выртса çапса пырсан, ай, тор-тор, çавăн чух чон тархать-çке. А вот когда выедешь на дрянной лошаденке, лежишь на боку и все хлопаешь ее кнутом,— боже мой, какая тогда берет досада! ГФФ. † Усал арăм лартса тохсан, хăяккăн ларса пăхса пырсан, ай, тор-тор, çавăн чух чон тархать-çке. (Авалхи юрă). Если выедешь с некрасивой (плохой) женой, а она сидит, отвернувшись в сторону,— боже мой, какая тогда тебя берет досада! (Из старинной песни). ГФФ. † Çакă ялăн хĕрĕсем копста лартнă, çомламан, качакисене кӳртсе янă. Копста çулçи хăяккăн, тымаррисем çӳлелле,— ăçтан копста полийрас? Девушки в этой деревне капусту-то посадили, а не пололи да еще впустили коз. Листья у капусты повалились, корни кверху торчат — где тут уродиться капусте. А.-п. й. 21. Хăвăртрах хăяккăн каялла чакса, çапă купи хыçĕнчен тухать те, вăшт кăна вăрман ăшнелле вĕçтерет.

хăвала

гнать, пригнать, гнаться, преследовать. КВИ. Çӳрет тукмак (волк) кăнтăрла, çӳрет тукмак çĕрĕпе, пырса кĕрет ялалла, çын хăвалать йыттипе. С. Айб. Шур кăвакал чĕппи кӳлĕ урлă, х(ă)валаса каçасчĕ кӳл урлă. А.-п. й. 3. Хăвалама тытăнтăмăр. Ib. 39. Пуян Сахар кайăка хăваларĕ-хăваларĕ те, нимĕнсĕрех килне тавăрăнса кайрĕ. Ib. 31. Тытăнчĕç хайхисене ĕсĕрлентерсе хăваламашкăн. Ib. 31. Эх хăвалаççĕ, эх хăвалаççĕ, хыçалтан тусан кăна мăкăрланать. Ib. 34. Пуçланă хăвалама. Хăваласан-хăваласан, аякрах та мар пыракан тилĕ вăшт! анчах чăмать пĕр шăтăка. Ib. 36. Трашка ачисем, икĕ кайăка хăваласа, пĕр кайăк-сăрах килне таврăннă. Ib. 25. Темĕн-темĕн калать вăл, ăçтан хăваласа кăларăн ăна? — тесе калать тет вăл. Ib. 97. Хушрĕ улпут тарçине пĕр лашине тăварса хавалама çав çынна. Ib. 84. Иванĕ аран-аран сумккине хăваласа кĕртрĕ салтакĕсене. Никит. Çав хура пусăрах Сеппер кĕтӳç те, вăрăм чăпăркка тăсса, кĕтӳ хăваласа çӳрет. Иванова. Вара вĕсем мана хăвала пуçларĕç. N. Çил хăваласа çӳрет. Аттиково. Пĕр кĕркунне авăн çапнă вăхăтра, манăн пичче, уя лаша (лошадей) хăвалама кайсан, (т. е. ловить их, пригнать домой) пуç ыратать, тесе килчĕ. ЧС. Чирлĕ çын пулсан, чирне хăваласа кăларатпăр. Г. А. Отрыв. Кантур çурчĕ тума (Ассакассине) халăха пĕрене кӳме хăваланă (погнали). Орау. Эп килелле хăвалап (ухожу). N. Хăвала! Валяй! (т. е. иди). N. Вăл çын хыçĕнчен хытă чупса хăвала пуçланă (погнался). Утăм. Унта йыт çури тухса ман хыççăн хăваларĕ (преследовал меня).— Мана та унта йытă хăваларĕ. N. Ыттисем унăн сăмахне итлерĕç, тет те, тавай хайхи çынна хăвалама. Шинар-п. Унта ăна полицейскисем палланă та, хăвала пуçланă. N. Вăл çулпа пынă чухне ăна хирĕç икĕ кайăка çӳрекен çынсем кашкăр хăваласа пыраççĕ мĕн. || Охотиться. Хурамал. † Хура пусă такăр пулсан, кил хăвалар тилĕ юр çусан. || Шугать. Орау. Лашан хăй çине ларакан шăна-пăвансене хăвалама хӳре пур. ХЬ. Хăвала = хуйхат, шугать. Ib. Такăш хăваласа кайнă тийăн, ăрамра пĕр çын та çук. С.-Устье. Çак охотник çӳресен-çӳресен пĕр кайăк хăваласа ячĕ тет. || Собирать. Николаев. Вăйă хăвалама пĕр çын юлмичченех çак йĕркепе пырать. Чаду-к. Унта вăл упа курнă. Яла килнĕ те, халăх хăвала пуçланă. Çынсем вăрмана карĕç те, упана пирĕн яла хăваласа килчĕç. Сиктер. Каяс кун пĕр кун малтан теçетниксем пĕтĕм яла килĕрен пĕрер пашалу пĕçерме кĕлĕ тума каяссине пĕлтерсе хăвалаççĕ. || О землед. Чĕри юн хăвалать. || Юрк. Тытăнат урам тăрăх икĕ енĕпе те хăваласа пыма (пожар). || СТИК. Тьыха та çав ача пекех амăшнех хăвалат (= амăшне хурат). || Альш. Çулла ĕç çинчех вĕсене ашшĕ-амăшĕсем: пукрава илсе кайăпăр тесе, йăпата-йăпата ача пăхтараç, ăна-кăна ĕçлеттерĕç. Çавна халĕ хăвалаççĕ вĕсем: хăшне çĕнĕ çĕлĕк илмелле, хăшне çĕнĕ явлăк илмелле, хăшне атă, хăшне пушмак туянмалла. Учите детей. Кирек мĕнле çын та çамрăкранпа ашшĕ-амăшĕ килĕнче мĕне курса ӳсет, çавна юратать, çавна хăвалать.

хăп

(хы̆п, хŏп), отстать, отойти, отпасть, отделиться. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ ут пыраймас, ут пыраймас, йĕс таканĕ хăпнă та пусаймас. N. Пысăк тĕме, вăл тĕмене улăп çăпати тĕпĕнчен хăпса юлнă теççĕ. ЧП. Хуйри хăпса ӳксессĕн (у вяза). Цив. Çӳлĕ ту çинчи çӳрен ут, тахан хăпнă утаймасть. Янтик. Пушмак кĕлли хăпнине атă кĕлли мĕн тăвас? О сохр. здор. Тата хăш-хăш çынсем чечеклĕ ачана кĕсенсем хăпса пĕтмесĕр çумаççĕ. Ib. Пирĕн тир пит хĕрнĕ, тарланă пулсан, е вĕри шывпа йĕпетсен, вара унтан тин кирĕк хăпса тухать. Юрк. Унччен те пулмаст, хай чăваш арăмĕ, алăк янаххи çумĕнчен хăпса кайса, кĕсле калаканни умне пырса тăрат те, лайăхах кĕсле калама пултараймантан, унăн аллинчи кĕслине: кӳр-халĕ хам каласа кăтартам, тесе илет, тытăнат хăй кĕсле калама. Ашшĕ-амăшне. Эпĕ ĕмĕр санпала пĕрле пурăнтăм, халĕ санăн пуçна ниçта чикме вырăн çук чухне епле сантан хăпăп вара? Демид. Лешĕ хăваласа ярать кăна, хăпах эппин (ну ладно, отстань), тесе. Орау. Хăни-вĕрлисем аран-аран хăпрĕç (убрались). Ib. Ан хăвалăр-ха, апат çисанах хăпăпăр. КС. Аран-аран хăпрĕ. Насилу ушел (о навязчивом госте). Халапсем. Апла каласан, ку карчăк пӳрт чӳречи умĕнчен хăпса каять. N. Карчăк Еккĕмрен хăпас çук. || Оторваться. N. Манăн пĕвĕм çумĕнчен хулпуççийĕм хăпса ӳктĕр. Тюрл. Атă кĕли хăпса ӳкрĕ. Шурăм-п. Унтан хăпма та пĕлмеççĕ. Не могут от него оторваться (от приятедя своего). Ачач 49. Вĕренекен ача алăк çумĕнчен хăпса малалла пĕр утăм ярса пуссассăн тин... || Ускользнуть. N. Кунтан хăпасси кăна. Только бы ускользнуть отсюда. || Отвязаться. Сред. Юм. Такçан та хăпса каяс çок. Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм, кăçалхи çул памасан, ĕмĕр хăпмĕ, терĕр пуль. || Расставаться. Кильд. Çичĕ ют хушшине эпĕ пымăттăм, савнă ырă тусăмран хăпмăттăм. || Подняться массой, чтобы сделать что-нибудь. КС. Халăх хăпса тухнă. Народ вышел массой (напр. из деревни). Орау. Акă ĕнтĕ, мурсем, каллех хăпса килчĕç (пришли во множестве, привалили). Изамб. Т. Исампальсем ана туса валеçме çаран çине каçсан, пĕтĕм Исеккел хăпса (гурьбою) тухрĕ. Юрк. Ку шуйтансем ăçтан хăпса килеççĕ-ши? N. Пăр пек хăпаççĕ, Толпами уходят. КС. Паян пасара халăх хôппăрĕ, çул та палăрмасть пыраççĕ (много народу двинулось на базар). || Сунт. Çуртырри çĕр çумĕнчен хăпаймасăр кукша пуçлă çын çӳç пĕрчийĕсем пекех вĕлтĕртетсе ларнă. || Употр. в сочетании со словом сехре (сехĕр). См. сехре хăппи (вып. ХI).

хăçтан

то же, что ăçтан, откуда. П.-Пинерь.

курăк

корăк (-ы̆к), трава; растение. Разг. С.Мих. 5. Çорт(ă)ри та корăк полса, тăм тиврĕ. N. Унччен шăмă витĕр курăк шăтĕ. Сред. Юм. Корăк хыта пуçланă ĕнтĕ, утă çăлма каяс полать. Ib. Корăк ешли çыпăçнă. (Корăк çине ларсан кĕпе çомне корăк тĕсĕ çыпăçсан калаççĕ). Чураль-к. Тăп-тăп тапиçăм, тăпи ура (-и?) хуçăкçăм, пиçен-таçан курăкçăм, курăк çине пусимăп. (Пыл хурчĕ). Сĕт-к. Акнă корăк, посеянная трава. N. Курăкчен — до начала роста травы. || Комнатный цветок. ПВЧ. 110. Кантăк çинче сар курăк, сарлать-и те, сарлмасть-и? (распустится он или нет?). Сред. Юм. Чӳрече омне корăк (цветок) лартнă. || Незрелый. В. Олг. Орпа полса çитиман-хальă, ĕнер те корăкскерех вуртăмăр, (жали траву травой). КС. Халь тырă курăк-ха, вырма юрас çук. Ib. Пушăту ытла курăк, чатас çук çăпатара. || Неопытный, молодой. ЧС. Халĕ (эсĕ) курăк-ха (ты еще зелен), мĕн илтессе пĕлместĕн. Сред. Юм. Пĕчик ачасене: корăк-ха çав, мĕн чолах ĕç ĕçлеччĕр ăсĕм! теççĕ. КС. Курăк мар-и вăл халь, сухара ăçтан чăтать (гов. про лошадь). || См. корăк полă.

кут

кот (кут, кот), nates; зад, круп (лошади); cunnus. N. Кĕркуннеччен кунтах пурăнатăп-халĕ, хăнк та тумастăп (и усом не веду): кутра шăлавар пур. Якейк. Паян кот хыçма ерçмесĕр ĕçлерĕм (работал без единой минуты отдыха), вăл тата: ним те туман, тит, (а он говорит, что я ничего не делал). СТИК. Кутне куршанкă çыпçăннă, тесе выляса чупса çӳрекен ачана ĕç кутне (к делу) тăратсан калаççĕ: кутне куршанкă çыпăçрĕ ĕнтĕ, ĕнтĕ тек янкаса çӳреймĕ. Вăл, ĕмĕрлĕхе ача вăййине (детские забавы) хăварса, ĕçе тытăнни пулат. Сред. Юм. Халь хĕлле пôлнă та, пĕчик ачасĕн кочĕсем хĕсĕннĕ (им прижало хвосты-то!), пĕри те орама тохаймаççĕ. Шибач. Онта пычĕ пĕр пăлатньăк, кот хыçне портине чикнĕ (с топором за спиной). Якейк. Шойттанăн сехри хопса тохрĕ. Кота хорт кĕнĕ пек коскалат анчах. Ib. Вăл чĕлĕм тортать-и? — Тортма мар, котран кăларать! (очень много курит). || Основание. Ала 29. Пат-пат-парапан, парапан кучĕ çурăлчĕ. N. Хуран кучĕ. Дно котла. || Пень. Ой-к. † Йăвăç кассан, кут юлать. М. Васильев. О хорама кончен (= котĕнчен) те ыраттара пуçланă çынсене (киреметь). Абыз. † Тăхăр юман пĕр кутра, тураттисем пĕр майлă, çулçисем çил майлă, эпир хамăр çул майлă. Якейк. † Ик шмат-кĕпçи пĕр котран, татрăм çирĕм — тути çок. || Комель. Тайба. † Шыв хĕрринчи кĕпçене кутне кас та, шыва яр. Изамб. Т. Кантăр ĕлкĕрсен, ăна татаççĕ те, кутне касаççĕ. Яргуньк. Çынĕ каланă: кăçăл та тулă акăпăр, эсĕ кутне ил, эпĕ тăррине илетĕп, тенĕ. Чураль-к. Эпир вуниккĕн пĕр тăван, вуник ана тул акрăмăр; кучĕ (хăмăлĕ) пулчĕ хумăш пек, тăрри пулчĕ пăрçа пек. Ала 14°. Çавă йăвăç кутне виçĕ чалăш чавсассăн, унта выртать пĕр тимĕр. || Корень (числительное слово). КС. Çĕр кут палумми йывăççи лартрăмăр. || Употребляется в качестве послелога. Альш. Этемсем вут кутĕнчен (с пожара) тарнă. N. † Çĕнĕ çăпата, шур чăлха, çырма кутне (на речку) ансассăн, йĕпенессĕн туйăнать. N. Çырма кутĕнче (у речки) пĕр тĕлте, нумай пулмас, çерем пурччĕ. N. Çав кӳлĕ кутне (у озера) Сахрун ятлă чăваш йывăç пахчи тунă. Образцы. Кăвак-кăвак кăна кăвакарчăн, йăви кутне (к гнезду) пырсан, савăнать: Ib. Эпир кĕр кайас çук, çур килес çук, атте çумне кил-çурт хушас çук, кĕреки кутне (за его стол) ларса юрлас çук. Т. VI. 46. Шыв кутĕнче ытла сăмах-юмах пулмарĕ-и? Çырлах! Ст. Дув. † Сарă хĕр сана ăçтан курам, кил чӳрече кутнерех. ЩС. Çăл кутне ма пытăн? N. Пĕтĕм ăш çӳле çĕкленсе ухаççĕ те, вара апат кутĕнчен те апат çимесĕрех тухса каятăп. Кан. Пĕр сĕтел кутĕнчен тепĕр сĕтел кутне çӳрерĕм (в присутственном месте). Альш. Эпир хамăр пусă кутнерех пурăнатпăр. СТИК. Вут кутне (к огню) пыма хăрушă. Сред. Юм. Пос котне йолаччин çапах ĕçлеççĕ (кончают полевую работу после других). Ст. Чек. Витре пус кутĕнче ларат. Ib. Алăк питĕркĕччи кĕçналăк кутĕнче выртат. Г. А. Отрыв. † Савни каланă сăмаххи халь те чĕре кутĕнче.

кăлар

(кы̆лар, клар), вынимать, вытаскивать, вырывать, выносить, вывозить, добывать. Альш. Хăшĕ (иные) хапхисене кăлара-кăлара ывăтнă (во время пожара). N. Хаçатне урама кăларса çаксанах (вывесили), Чавка Ваççи хăй çинчен çырнине чĕрсе тăкрĕ (изорвал). Икково. † Шор тоттăрăн çӳçи çок; кăларсан (если выпустить?) çӳçи полмĕ-ши? Изамб. Т. Ул вара пур хĕрсене укçа парат та, йапалисене урапа çине кăларат (выносит). || Моштауш. Тата хăшĕ пӳртлĕх кăлараççĕ (вывозят на определенное место, но не домой) те, пураттараççĕ те, сутаççĕ илекенсене. Бес. чув. Унăн аслă ывăлĕ, хай лашине хĕнекен Хайрулла, çав лашипех вăрмантан пĕрене кăларма (вывозить на определенное место, но пока не домой) кайнă. N. Вăрман парас пулсассăн (если дадут), çывăхарах кăларма тăрăшăр. См. тух. Ск. и пред. 102. Хĕлле пулсан, йăлăмра халăх пӳртлĕх кăларать. N. Пĕчик пичче пӳрт пĕрени кăларать. Собр. † Аллăм тулли кĕмĕл çĕрĕ, кама кăларса (снявши) парам-ши? Якейк. Ĕнер аран сӳс кăларса пĕтертĕмĕр. Ib. Ата, Мари, сӳс кăларма? — Çок, ман сӳс халях полимаçть-ха; эп сантан каран хотса (помочила). N. Вĕсен хăйсен кашнийĕн пахча çимĕç пур; çиес килсен, кăларать-татать-çиет. N. Çамрăк йывăçа кăларасси йывăр мар. Орау. Çул çинчи (на мостовой) юра тасатса, чулнех мар, тесе, кăна хăй хăранине кăларса каламасть пулмалла. || Оправдывать, наверстывать (расход). ||Обьявлять, заявлять; кăларнă та (доскребли до камня), çуна тупань шынисем чула перĕнсенех, лашасам тапах (сразу) тăраççĕ. Латыш. Пĕр вăхăтра турă шаланкăпа (канюку) ула-курака шыв кăларма (добыть из земли) хушнă. (Из сказки). Орау. Хĕрарăм пĕр пĕрчĕ кăларсач [тайком продает из дому имущество], пин пĕрчĕ тухать, тет. (Нечто в роде послов.). Сред. Юм. Килтен япала кăларать. [Так говорят, если у кого-либо один из членов семьи имеет любовника (resp. любовницу) и тайком передает (таскает) ему (resp. ей) вещи из дома]. Орау. Микула арăме тыр кăларса сутать (тайком от мужа), теççĕ. ТММ. Вăрлăх кăлар, çурла кăлар, начать сеять, жать. || Вычитать (в арифметике). || Насчитать. N. Хӳмине этем виçипе виçсе тухса, çĕр хĕрĕх тăватă чике (локтей) кăларчĕ. || Лишить (напр. голоса, земли). Кан. Кăларас ăна сасăран, кăларас! тесе, кăшкăра пуçларĕç. || Пропустить, продеть. Бгтр. Çак йĕп виттĕр канат кăлар, вара, кăларсан, икĕ пин тенкĕ парăп. || Снять. Юрк. Кĕрӳшийĕн (у жениха) аттине уринчен хĕрĕ (невеста) туртса кăларса хыват. || Согнать. N. Ман йăвана (в мое гнездо) темĕскерле кайăк кĕрсе выртнă. Атя-ха, кăлараймăпăр-и ăна? || Низложить. N. Патшана кăларчĕç. || Выводить. N. Вăсам (голуби) çав çура (в это лето) икĕ хутчен чĕпĕ кăларса карĕç. N. Вăл çăмартасене чăха айне хурса кăларсан, вара пĕр çăмартинчен йытă, тепĕринчен çĕлен, тепĕринчен куйкăрăш пулат, тет. || В. Ив. Аван вăрлăха килте кăларнине нимĕн те çитмест (т. е. всего лучше засевать своими семенами). || Выпускать. N. Хама хулана кăлармаççĕ. Учите детей. (Ачана) çын патне пит каларас пулмасть. || Взыскать, вытянуть, extorquere. Кан. Ку пилĕк тенке паянах кăларăп сантан (т. е. отомщу тебе за пятирублевый штраф, наложенный на меня из-за тебя). || N. Хăва (ты сам) курăс кăларатни. || Увезти невесту увозом. Ск. и пред. 63. Петĕр ĕнер сана хĕнерĕ те, кĕçĕр йăмăкна каларса каяс тет. || Выхлопотать. N. Пенççи кăлар, выхлопотать пенсию. Альш. Кăçал манăн Шăмăршă вăрманĕнчен пӳртлĕх вăрман кăларасчĕ (выхлопотать бы). N. Халĕ халăхсем хушшинче халап нумай çӳрет: çĕр кăларса валеçес, теççĕ. || Обнаруживать, выказывать. N. Ял-йышĕсем укçине кăларасса кĕтеççĕ, анчах çук укçа, тухмастех, укçа илсе килни ниçтан паллă мар (совсем не видно, чтобы он приехал с деньгами, нажитыми на стороне). || ТХКА 108. Мана хăратас. Разглашать. N. Çын çине сăмах ан кăлар. Чăв-к. Тăвансем, тантăшсем! Эпĕ усал каланă пулсан, кăларăр çакăнта. || Издавать. N. Çапла туни малашне те халăхсăр пуçне çĕнĕрен закон-мĕн кăлармасса сăмах пани пулать. N. Бюрократия, халĕ хăй майлă çынсене Думăна кӳртме суйлас умĕн, тĕрлĕ çĕнĕ йĕркесем кăларан пек турĕ. || Исполнять (напр. музыкальную пьесу, декламацию и т. п.). || Взорвать. В. Олг. Каран çортая вот тивертсе кăлармашкăн ярнă салтака (в подкоп). || Лить, источать. Ст. Яха-к. Тата унта хăшĕ, тепле çуна айне пулнисем, халăхран катанарах кайса, сăмсисенчен юн кăларса тăраççĕ. || Выдумать, ввести в употребление и т. п. БАБ. Унччен пирĕн ялсенĕн нимĕскерле киремет таврашĕ те çукчĕ, тет; вара çак чăваш, пирĕн ялта пурăна пуçласассăн, пирĕн ялти киреметсене пурне те кăларнă, тет. || N. Çав сăмахран вăлсем, ухмахсем, халап кăларнă. || Сделать, создать. Задонский. Шуйттана та çылăх шуйттана кăларнă (сделал диаволом). N. Асла кăлар. || Создать. ПВЧ. 104. Пирн пуç çĕнчи (= çинчи) йăвăр хуйха курайман тăшман кăларчĕ. || Добывать. N. Ăçтан кăна кăларат! || Устроить (дело). N. Ĕç кăлараймарĕ. Дело сделать, дело устроить не смог (напр., ходатайство не удалось). || Выделать. С. Тим. † Пирĕн хĕр пит маттур: виçĕ çурăм йĕтĕнтен кĕрӳ кĕпи кăларчĕ. Качал. Пĕр юмана касăп та, икĕ такана кăларăп икĕ пулене тăвăп. (Йĕкел). Якейк. Ку крешрен çичĕ хăма кăларас, теп (хочу). N. Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах (на одну ногу) çăпата кăларчĕ. || Делать выступом. Альш. Елшелин урамалла крилтса кăлараççĕ (так, что оно выступает на улицу) пурин те. Ib. Пӳрт умĕнчен урама кĕрилтса кăлараççĕ. || Амалăх-Кипеней. Хытă кăларакан чул, хорошо мелющий жернов. || Выкашивать (о косе). Альш. † Ман çаваçăм вырăсла: вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. || Уговорить девушку выйти замуж за себя. Юрк. Ачăрсем те маттур, йĕкĕт, теççĕ, мĕшĕн кăлараймастăр савнине. || Разобрать. N. Анчах вĕсем вăл çырăва (надпись) пĕри те кăларайман (не сумели разобрать). || Орау. Вырăсла пĕр сăмах та кăлармасть (говорит по-чувашски чисто). || Произносить. Альш. Калаçма та тутарсем манерлĕрех кăларса калаçатчĕç калаçнă сăмахĕсене (они). ТХКА 62. Ман арăм пăртак çармăсларах кăларать сăмаха, мĕншĕн тесен эпĕ арăма Атăл хĕринчи Шамал патĕнчен илнĕ. || В качестве вспомог. гл. N. Пĕр-икĕ станция (= стантсă) та иртмерĕ пулĕ, эпĕ хай хаçетĕме часах вуласа кăлартăм (прочитал). Альш. Авă пирĕн паян хыçалти пӳртрĕ çăкăр пĕçерсе кăларнă (испекли) — ăшă; çавăнта тухса выртар. Цив. Лаши кутне çавăрчĕ те, тапса, пуçне шăтарса (пробив), мимминех сиктерсе кăларчĕ (вышибла мозг). Юрк. Тепĕр ырă памĕтник умне чарăнсан, ун çинчи çыруне вуласа кăларчĕ (прочел).

кăлăх

(кŏлŏх, кы̆лы̆х, Хорачка: кы̆лы̆к), напрасно, попусту ни с того, ни с сего. Регули. Кăлăх (кăлăх хисепе) ан попле ытлашши! Чертаг. Кăлăх сăмах (= ытлашки) ан калаç. Ст. Шаймурз. Çулпа пынă чух çул урлă сан умăнтан кам та пулсан пушă витрепе каçсассăн, çул кăлăх (неудачлива) пулат, тет. N. Кăлăхах йĕркесĕр ĕç тăвакансем пулччăр. Юрк. Çыру ярассу пулмасан (если не хочешь посылать письмо), мĕн тума кăлахах çынна апла каласа кĕттерсе тарас?! Ib. Ху çумна илес пулатчĕ, эсĕ кăлăхах унта хутăн. Ib. Вал çапла кăлăхах кулса янине ывăлĕ курсан: анне, мĕшĕн эсĕ кулатăн? тесе ыйтат, тет. Ib. Мĕшĕн çыру ямасăр тăратăн? Калăхах çынна ан тарăхтарса тăр. Ib. Упăшки, чăнахах шăтăк сăмавар тыттарса ячĕç (всучили) пулĕ, тесе, хăраса: çĕнĕ сăмавар кăлăхах юхса тăмĕ ĕнтĕ, ан калаçса тăр! тесе, шанмасăр, сăмавар ăçтан юхнине курасшăн пырса пăхат. Альш. Кăлăхах укçа патăн эс ăна. Изамб. Т. Кăлăх чупса çӳретĕн! А. Турх. Ăна кăлăхах айăпларĕç (обвинили понапрасну). Хорачка: пустоj кы̆лы̆к соjалат. Ib. накы̆лы̆к соjалары̆, jэ̆ргэ̆ с'ок н'имэ̆скэ̆рдэ̆ || Чăв. й. пур. 37. Çимун, вăрман хĕррине илсе кайса, кăлăх çĕрех кăтартнă вара [указал на первое попавшееся (?) место]. N. Халĕ ĕнтĕ кăлăхах савнă ывăлĕ ăна, ватăскере, пăрахса, юта тухса каясшăн. ППТ. Хăш-хăш чухне е хамăр кас марри, е ăратне марри хам çумри ачана паратчĕ (çимĕç) те, темшĕн мана памасчĕ, манăн çавăнпа кăлăх кăмăл хуçăлатчĕ. || Напраслина, тщета. Бел. Гора. † Ан ятлăрсем, аттепе анне, ялти çамрăксем кăлăха калаçнăран. Хĕн-хур. Кăлăха (без дела) вăхăт ирттерес мар, тесе, вăл яшка-çăкăр çиессе те ура çинчен анчах çинĕ. || Довольно, очень частенько. Янтик. Малтан кăлăх пит аван калаçкаласа тăратчĕç, унтан, темшĕн, вăрçрĕç-карĕç. Ib. Кăлăх хытă утса пыраттăмăр: ман тутăр ӳксе юлнă! тесе, кăшкăрчĕ-ячĕ Пăлаки. N. Вăл холана кăлăхăх кайать (часто). Изамб. Т. Кăлăх кирлĕ япала (довольно нужная вещь), эсир ăна çĕмĕрнĕ! А. Турх. Кăлăх аванччĕ. Был довольно хороший. Ib. Кăлăх аван пынă çĕртен темĕскер пулчĕ! Так все хорошо шло, и (вдруг) что-то стряслось... || Ашнĕ-амăшне. Куми (= его кума) çапла калани Кĕркури кăмăлне кăлăх кайнă. Тюрл. Кăлăх лайăх çын, хороший. Чертаг. Кăлăх нумаях мар, не очень много, не зря много. || Хороший (лайăх)? N. Кунта кăлăх хыпар пур.

кăна

(кы̆на), только; исключительно. СТИК. Ун ячĕ кăна чăваш, пурăнасса вырăсла пурăнат. Он только по имени чувашин, а живет по-русски. Ib. Ку япалана ахальрен кăна, кăтьăр-катьăр тукаласа хунă. Этот предмет сделан очень плохо; только так себе, Ib. Ахальрен кăна кĕрсе тухам, терĕм. Я зашел так, от нечего делать. Ib. Клетки кăна тăрса юлнă. Остались одни кости да кожа. Халапсем. 29. Кувăн аттисем ман урана чух кăна (как раз в пору) пулмалла. Юрк. Хăш чухне тата çавăн пек хăй кăмăлне килнĕ кĕнекесене хăй вуланипе кăна мар, ытти çынсене те вуласа пăхма панă. Ib. Ĕлкĕрсен, эй çиме аван пулат-çке! — темĕн тĕрлĕ тутлă. Ăçтан кăна чăвашсем апла тума вĕреннĕ-ши! Ib. Унта эпĕ шăмăсем кышласа кăна пурăнăтăм (т. е. мне было-бы хорошо). Ib. Епле кăна тыррăмсене выртарса, анкартне кӳртем-ши? Ib. Кăна мĕн кăна тăвам-ши, хай пуçăм тата ырата пуçларĕ-çке? тет, тĕлĕнсе. Ялюха М. Ун пеккине кăна эп куркаланă ĕнтĕ (много я видел таких-то; гов. с пренебрежением). Альш. Ку ача ашшĕпе амăшне: çăкăр парăр, тесе кăна тăрат, тет (все просит хлеба). Лешсем ăна касса парса тăраççĕ, тет. Изамб. Т. Хăранипе чĕтĕресе кăна тăтăмăр (во время грома). БАБ. Каçхине çурçĕр тĕлĕнче кăна пырать, тет те, эл алăкĕсене, пырса, шакăртаттаратьчĕ, тет, эл тата etc. || Только что. Землед. Эпĕ чей ĕçсе кăна тăранначчĕ, трактире çынсем пухăна пуçларĕç. Хурамал. Пусас кăна, тенĕ чухне... || Употр. для большего оттенения той или иной черти. N. Лутра кăна хурăн, низенькая березка; хура кăна çын, красивый такой брюнет; пĕчĕкçĕ кăна, малюсенький; çамрăк кăна, молодой такой. (Некоторые слова являются характеристичными для отдельных говоров; напр., понятие исключительности выражается в них различно: анчах — чаще у верховых чуваш, çех, çеç, çих, çиç — у чуваш средней полосы, кăна — у южных, низовых; тулккĕ — у нек. низовых). Юрк. Пĕр начяр кăна пурăнакан чăваш та хăй ачисенчен пĕрне çыру вĕренме ярат. Ib. Малтан пăттин пĕçереççĕ, унтан тиркĕ çине ăссан, çу сапсан, калекпе пит лайăх кăна (как следует) пăтратаççĕ. С. Айб. † Лашана çапрăм лайăх кăна (сильно), старик тăрах юлчĕ! Альш. Вĕсем те Çерçикассийĕн вĕçнерех кăна пурăнаççĕ (ютятся у конца деревни). Никит. Пурне те питĕ кăна (очень даже) йывăр килчĕ (в засуху). || Иногда в песнях, как бы только украшает речь. Кубня. См. ытар. Альш. † Шăнкăр кăна, шанкăр шывсем юхать, шăнкăрчă чĕпписем шыв ĕçет. Ib. † Улма йывăç лас кăна (развесистая): турачĕсем вак кăна. Бел. Гора. † Çеçен те хирте çаврака кӳлĕ, çаврака кӳлĕре тăватă кăвакал; персех илĕттĕм амине кăна, тăкăнса юлĕ мамăкĕ кăна. ЧП. Хура кăна çĕлен эпĕ вĕлертĕм.

кăçтан

то же, что ăçтан, çтан. N. Якрав аманнă (ранен), кăçтан аманнине каламан (не сказано).

кĕле

(кэ̆л'э), пятка. К.-Кушки. Ст. Дув. † Хамăр аккасене ăçтан паллар! — пушмакĕсем çӳлĕ кĕлелĕ (вот по чему можно их узнать). Бур. † Йĕс кĕлелĕ аттăр пур, такăрлатăр çул çине. Кан. Урана та çыхрĕç, алла та çыхрĕç, пуçа та кĕле хучĕç, ниçта пăркаланма çук.

кĕнттем

(к'ӧ̆н'т'т'эм), то же, что кăнттам. Шарбаш. Ăçтан вăл плотник (=каскалакан) полтăр, аллисем он пит кĕнттем. Ib. Кĕнттем — неуклюжий. Ядр. Кĕнттем, неповоротливый. СПВВ. МС. Вăл лаша темле кĕнттем.

тăхлан

олово, оловянный. ГФФ. † Ăçтан та янрать, янрас çок — тăхланпала хочăшлă. Как ей (монете) звенеть, где ей звенеть, когда она смешана с оловом. N. Тăм кĕлетке тăхлан куç, шур шĕлепке шуйттан пуç. (Шутка). Юрк. Хĕрлĕ шăрçа мерчен мар, тăхлан шăрçа кĕмĕл мар. Сред. Юм. Шыв çине тăхлан ирлтерсе ярсан салтака каяс полсан тăхлан пăшал пик полать, тет, çав çол алланас полсан, хĕре — качча каяс полсан, менчет шапки пик полать, тет. БАБ. Тăхлан шăратса яни (гаданье в çĕнĕ çул каç). || Свинец. Шашкар. || Оловянные монеты. N. Икĕ тăхлан, пĕр нухрат, хур пулать-çке тăхлансенĕн хушшинче. Образцы 17. † Елшел хĕрĕ ӳсет-çке, кĕмĕл айне пулать-çке. Мертлĕ хĕрĕ ӳсет-çке, тăхлан айне путать-çке. || Фамильное прозвище.

тĕшмĕрт

разобрать зрением. Кăвак мăй. Вăл тилĕ хыçĕнчи кăвакала та тĕшмĕртеймен. N. Тутăхнă кĕленче витĕр пăхса тĕшмĕртнĕ пек анчах куратпăр. Хурамал. Тĕшмĕртеймерĕм эп вăл çынна, кам икенне паллаймарăм. N. Сăнне сăпатне тĕшмĕртеймерĕм (не разобрал). N. Сĕм-тĕттĕм çĕрте ăçтан тĕшмĕртсе илет.

трук

сразу, одновременно, вдруг. N. Унăн труках нумай ылттăн илесси килнĕ. N. Çил трук чарăнчĕ. Ветер прекратился сразу. Слакбаш. Труках икĕ каклиш кăтартрĕ. Чув. прим. о пог. 302. Хĕл трук пулсан, Атăл та трук ларсан, тырă пулать, çул лайăх килет. Если зима наступит сразу, и Волга сразу встанет, хлеб уродится, год будет хороший. Чем люди живы. Ăçтан тухаççĕ сăмахĕсем, икшер-виçшер сăмахăн трук калать. Якейк. Ача макăрч-макăрч те, трук чарăнчĕ (вдруг перестал плакать). СТИК. Атьăр вырар-и ĕнтĕ? — Труках ăста вырас тен-ха, кăш типтĕр. Синьял. Тимĕр туя пур тесе, труках сĕре ан çапăр. N. Палланă çын труках çавăнта пулмасан, епле тăвăн вара? – тетĕп. N. Ку юрра эпĕ 1884-мĕш çулта Йăлăмкассинче пĕр 15—20 ача трук (пĕрле) юрланине илтнĕ. || Неожиданно. ЧС. Трук çиçĕм ялтăр туса çиçрĕ. || Время. N. Тăват хут (письма) пĕр трукра илтĕм. Якейк. Вăсам порте пирĕн пата пĕр трук похăнчĕç (все в одно время).

тьыха

жеребенок. Букв. 1900. Туман тьыханăн пилĕкне ан хуç, теççĕ. Шибач. Йопах тьыха – виçĕ хĕл каççĕр тĕк, акана кĕчĕ. N. Кĕсре хăмларĕ, тьыхи кĕсре пулнă. Чаду-к. Çавăнпа та туман тьыха пилĕкне ан çапса хуç, теççĕ. N. Пĕчик çеç тьыха выллясан, йĕпене каять, теççĕ. N. Сăмах „туман тьыхан пилĕкне ан хуç“ ăçтан тухса кайнă? Амăшĕ ачине каларĕ, тет: шурă чăх çăмарта тусан, тьыха илĕпĕр. Ачи: тьыха илсен, эп утланăп, тесе каларĕ, тет. Тыха пилĕкне хуçсан, тьыха пилĕкне хуçсан, тесе хĕнесе пĕтерчĕ, тет, ачине амăшĕ. Сред. Юм. Чĕчĕ тьыхи, çӳмен тьыха, хӳре картнă тьыха. Образцы 49. † Пирĕнех те хирсем пит лапах мар, пăлан тьыхи выртас çĕрсем мар. Янтик. † Уччаскасем касса уйсем турăм, теçеттине касса çул турăм юпах тьыхапа выляма. Букв. 1900. Лаша пуласси тьыхаран паллă, çын пуласси ачаран паллă. Тьыхалă, имеющий жеребенка.

чарусăр

невоздержный; озорной. КС. Изамб. Т. Чарусăр ача-пăча каланине итлемес. Ст. Чек. Чарусăр, озорной. Ib. Чарусăр, шалун. N. Ах тантăшçăм Петĕр пур, сан çăвару чарусăр. (Хĕр йĕрри). Альш. Чарусăр çăвар, безумолкный, противный говорун. Сред. Юм. Чарусăр, не могущий хранить секрета. || Кан. Икĕ чарусăрсем, пĕрри хӳререн, тепри мăйракаран ярса илсе урлă хунă пĕрене урлă каччана калла тĕкеççĕ. || СПВВ. ФИ. Чарусăр – чарса чарăнман çын. Орау. Ăçтан туртса кăлартăн-ха эсĕ ку пиçиххия, ах, ку чарусăр ачаячана! Ib. Ку чарусăр ача-пăчапа тем курас пулĕ. Истор. Çавăн пек çивĕчĕ ача-пăчана пит астуса, лайăх пăхса ӳстермесен вĕсенчен чарусăр çын пулать. Суждение. Хăйне хăй ытлашши юратакан çын пыр тĕлĕшĕнчен чарусăр пулать. || Ст. Чек. Чарусăр — не имеющий руководителя, которий мог бы удерживать.

чир пуçламăшĕ

бактерии. Сборн. по мед. Çын пырши ăшне ăçтан та пулин: çимĕçпе-и, е шывпа-и, çав чир пуçламăшĕ кĕрсен, вăл çын вара юнлă варвиттие каять.

хĕсĕрле

теснить, притесвять. N. Бюрократия темиçе çĕр çултанпа халăха тимĕр кăшăлпа хĕстерсе тăнă пек хĕсĕрлесе пурăннă. БАБ. Сирĕн патăрта кунта пире пурăнма çук ĕнтĕ; ăçтан килчĕ унтан хĕсĕрлетĕр, ăçтан килчĕ унтан хăвалаççĕ. N. Вăл вĕсене хĕсĕрлеме мар. Хăй те вĕсем пек пурăна пуçланă. N. Ăна ашшĕсем те, вĕрентекенĕ те хĕсĕрленĕ. N. Пуян та укçине тӳлеме хĕсĕрленĕ. Тюрл. Хĕсĕрлес кирлĕ она (прижать его надо), тӳрĕ çын мар. Сред. Юм. Ôлпôтсем хреçченсĕне хĕсĕрлеççĕ. || Вынуждать, принуждать. N. Кĕлеткесене парне кӳме тĕрлĕ майпа хĕсĕрленĕ. Янш.-Норв. Ăна вăсем уй чӳкĕнчи пекех пит хĕсĕрлесе илмеççĕ, кам паракантан анчах илеççĕ (о припасах, собираемых по деревне для „çăмăр чӳкĕ“).

шарт

подр. треску. Шел. 126. Харăк-харăксем шарт-шарт! ванаççĕ, кĕленче пекех пăр саланаççĕ. С треском ломается сушняк и, как стекло, рассыпается в прах. Çутт. 17. Шарт-шарт! туса вут çунĕ, арăм кулаç пĕçерĕ. Будет с сильным треском гореть огонь, и жена будет печь белый хлеб. || Подр. удару хвостом, кнутом, прутом. Сунт. Хӳрисемпе шарт-шарт тукаларĕ те, тапратрĕ курăк çиме. Лошадь похлестала хвостом и принялась есть траву. Сенг. Унтан мана: ан ӳк, терĕ те, лашана пушăпа шарт! тутарчĕ. А.-п. й. 111. Юрланă май хăй кĕсрине пушшипе шарт! çапать. Ib. 113. Шарт! тутарать Кĕркури кĕсрине тепĕр хут. Шорк. Пĕчик кĕске пушăпа шарт та шарт çапать. Çутт. 71. Тилкепе вĕçĕпе кĕсрене шарт! тутарчĕ. Эльбарус. Ак сире çавăншăн, терĕ те, шĕшкĕ холли хуçса илчĕ те. Хĕре шарт анчах тутарса çапрĕ. Альш. Шарт тутарат та ашшĕне тыттарат, тет. Теприне амăшне тыттарат, тет. || Подр. удару грома. Малт. шк. вĕр. фиç. 113. Пĕр вĕçĕмсĕр шарт та шарт çапса, йĕри-тавра саланса кайса, хăлтăртаттарса тăрса, пĕтĕм сывлăша хумхатса ярать те, унтан каллах вăхăтлăха лăпланать. || Подр. внезапному испугу. Якейк. Мăнаçи (гром) çаппăр те, шартах сикрĕм. Б. Хирлепы. Йытти: хăр-хам! тере, тет, çынни шартах сикрĕ, тет. Сред. Юм. Эсĕ пит тарук çохăрса ятăн та, эпĕ шартах сикрĕм. Орау. Темскер эпĕ хăраса шартах сикекен пултăм (напр., при стуке внезапном и пр). ТХКА. 20. Пыйтă сăмахне илтсен, шăрка шартах сикрĕ. Чем люди живы. Симун шартах сикнĕ. Юрк. Карчăк хăраса шартах сикет. Истор. Адашев Крыма çитсе вăрçа пуçласан, тутарсем, пĕтетпĕр тесе, шартах сикнĕ. Разск. Пурин хутаççинчен те кĕмĕлсем сике-сике тухнине курсан, Яккăв шартах сикнĕ. Орау. Лаша сывмарланчĕ те, шартах сикрĕмĕр лаша вилесрен. Сред. Юм. Шарт сиктер. Сунт. Шартах сикет ун чĕри, хăйне темĕн пулнă пек, у него так и ёкнуло сердце, как будто с ним случилось что-то необыкновенное. N. Шартах сиксе вăран. N. Çывăрна çĕртен шарт сиксе вăран. Ачач. 14. Сасартăк шарт-шарт сиксе вăрана-вăрана каять. || Подр. неожиданному удивлению. Юрк. Пăхасăн, аллине кĕлĕ кĕнеки вырăнне хай шӳтсем кĕнеки çакланнине курсан, хăй те шарт тĕлĕнет. Ib. Вĕсем те вара шарт! тĕлĕнчĕçĕ. Ку кĕнекене ăçтан илтĕн, шартах хамăр чĕлхепе çырнă, теççĕ. Ib. Хайхисем, ку çак сăмаха тĕрĕс каласа парасса кĕтменскерсем, кулас вырăнне шарт тĕлĕнеççĕ. БАБ. Пирĕн ялти çынсем, çав тĕрлĕ асап курнине курсан, шарт тĕлĕнсе кайрĕçĕ, тет. N. Унтан пурте шарт тĕлĕнетчĕçĕ. || Подр. резкому удару в ладоши, удару ладонью по бедру, крыльями. С. Устье. Кайран çав охотник кулянса икĕ аллине шарт çапса тăрса пăхса юлчĕ, тет. N. Тĕлĕнсе аллисене шарт! çапаççĕ. Пазух. 91. Ай-хай-ах та, кинçем, ай, Наçтук пур, парниех те сарни çитмесен, çӳпçи тавра виççĕ çаврăнать, икĕ пĕççисене шарт çапать. Букв. 1886. Аттесем пĕççисене шарт çапрĕç. Ст. Айб. Кăвак-кăвак кăвакарчăн, шулап тăрăх кускалать, шулап хĕрне çитсессĕн, икĕ-çунатне шарт çапать. Пазух. 91. Кăвикех те кăвик кăвакарчăн шулапах та тăрăх кускалать. Шулапах та вĕçне, ай, çитсессĕн, икĕ çунаттине шарт çапать. N. Кулик-кулик кăвакарчăн, шуçлăх тăрăх кускалать, шуçлăх тĕлне çитсессĕн ик çонатне шарт çапать. N. Пĕççине шарт та шарт çапрĕ. Сред. Юм. Çавăн чол полатна, старав çынна лаша тапса вĕлернĕ тенине илтрĕм те тĕлĕнсе вĕççĕ шарт çапа тăран вит. Цив. Пĕчĕккисене хĕвеле сăхманпа чăркаса лартнă, хăйсен аллисене шарт-шарт çупаççĕ. Янш.-Норв. Шарт-шарт çупмашкĕн Чĕмпĕр алси пирте çук. Абыз. Çынсем манран юр ыйтаççĕ, манăн та юрă арчара, арча ушши арăмра! Арăм кайнă улаха, шарт çупать те сĕм ярать, йăлтăр-р-р курнан пир тăвать! Собр. Шарт! çупать те сĕм ярать (арăм), çиппи пулать ут хĕлĕх пек. || Подр. пощечине. Орау. Шарт тутарам (пощечина). Ib. Питĕнчен шарт! тутарчĕ (рукою или книгой). Шорк. Çав çын, ниме юрăхсăрскер, урама тухсассăн кама кирлĕ ăна шарт та шарт çопатчĕ. || А.-п. й. 30. Шарт! шарт! тутарса çапаççĕ (качакасем), кашни çапмассерен мăйракисенчен хĕлхем сирпĕнет. || Подр. щелканию зубами. Ачач. 69. Шăлсем шарт-шарт-шарт шартлатаççĕ (зуб на зуб не попадает). Баран. 41. Шăлне шарт-шарт шаккать (волк). || Подр. ломанию кости, дерева. Сред. Юм. Ори шартах турĕ, теççĕ, (Так говорят, когда преламывается кость голени). Ib. Пысăк патакпа та çапмарăм: ори шартах хуçăлнă. N. Шарт — перелом нетолстой вещи. Якейк. Торта шарт хуçăлса карĕ. Изамб. Т. Патак шарт! туса хуçăлат. || Ск. и пред. чув. 108. Ванать, шăтать чул тăпри, шарт та шартах çурăлса. N. Шартах (сломал так, что предмет раскололся вдоль — чĕрпекленсе). || Подр. удару волн. Шорк. Хом çыран çомне шарт пырса çапăнать. || Подр. закрыванию. Утăм. Алăка шарт! хупрĕ. Капк. Сасартăк капкăнăм шарт! туса хупăнчĕ. || Буин. Эпĕ тараккан çине пусрăм та, вăл шарт турĕ. N. Пĕр хĕрарăм кĕпесем çапать, шарт-шарт-шарт тутарать. Кан. Чăнах та урт мусăк каласа пырать: шарт! шарт! тăвать. Сала З65. Упăте тилле тытат та хӳринчен, юпа çумне шарт тутарса, çĕклесе çапать. || N. Шарт! — звук пистона. || Подр. чирканью спичкой о стену. || Абыз. Шарт-шарт çиппи, сентел çиппи шартлатать. Рак. Урлă шарт, пирлĕ шарт, каспичне (так!) тимĕр шарт. (Загадка. Чӳрече хушахи). || Очень, весьма, совсем, сильно. Альш. Хĕрсем сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Пазух. 10. Леш айккине юр çунă та, леш айккине юр çунă, и юр çунă, ку аяккине мĕн пулнă. Хĕрсем сире мĕн пулнă та, хĕрсем сире мĕн пулнă, и мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Янтик. Б. Кĕçĕр хĕрсене мĕн пулнă, шăлĕсене шарт çыртнă. Синьял. Тантăш, сире мĕн пулнă, шăлусене шарт çыртнă. Альш. Патшасем, сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. N. Шарт вилмелли çĕрте мар. (Из письма с фронта). СТИК. Шарт тухаймасăр пĕтет вара. Ну уж не может скоро выйти. Алших. Шăнкăр уяр, шарт сивĕ, Хусан хули янăрат. N. Ялта ырă çын нуммай тесе, шарт тăванăра юта ан кăларăр. || Как раз. Демидов. Пăхаççĕ, тет, чăнахах уха вĕçĕ çерçие шарт куç шăрçинченех ленкнĕ, тет.

шăтăк

щель, отверстие, дыра; нора, берлога. Капк. Алăка питĕрнĕ. Ăçтан кĕме пултарĕ-ха? — Шăтакран.— Мăн чĕрчун кĕмелĕх шăтăк пулсассăн, пирĕн хваттер сивĕ пулĕччĕ. Сивĕ мар-çке! А.-п. й. 68. Кĕлет алăк айĕнчи кушак шăтăкĕнчен шăвăнса кĕчĕ, тет те, шалалла, çăвăх ырçи ăшне кĕрсе ларчĕ, тет. N. Ман кутăм çап-çутă. (Кĕмĕл шăтăкĕ). N. Кăмака шăтăкĕ, печурка. Орау. Манăн халь те пыр шăтăкĕ тулчĕ ĕнтĕ, урăх анмасть. Мне уж в глотку не лезет. N. Çанă шăтăкĕ, пройма. N. Вал шăтăкĕ, вĕрен шăтăкĕсем, вĕт кĕрпе шăтăкĕ, кĕрпе сăмсипе хывăх шăтăкĕ, кĕрпе çăнăхĕ шăтăкĕ, кĕрпе шăтăкĕсем, çил шăтăкĕ, çу ямалли шăтăк, вăта çĕрти чул шăтăкĕ, хывăх шăтăк, шултăра кĕрпе шăтăк — кашта шăтăкĕ, шăрт шăтăкĕ. Якейк. Çĕлен шăтăка çимен конче кĕрет. Оп. ис. ч. 1. Ку шăтăк çĕлен пурăнаканскерех-ха. Это, смотри, змеиная нора. А.-п. й. 61. Çĕлен-калтасем, ниçта кайса кĕреймесĕр, ăçта шăтăк пур, çавăнта кĕре-кĕре пытанаççĕ. Ib. 14. Акă пĕррехинче вăл хăй шăтăкĕнчен тухрĕ те, кама та пулин хирĕç пулмăп-и-ха тесе, вăрманпала утса çӳрет. Ib. 19. Ула йытă малтанах хăйĕн çĕвĕ тусне упа шăтăкĕ патне ертсе кайрĕ. Лап-к. Çитсен кашкăр шăтăк турĕ, тет, сат картине. А.-п. й. 34. Аякрах та мар пыракан тилĕ вăшт! анчах чăмать пĕр шăтăка. Ib. Пăхаççĕ: сăвăр шăтăкĕ. Пуçлаççĕ хайхисем чавалама çак шăтăка. 93 çул 80. Ăна хăма çине хунă, пуçне мăй таран шăтăк ăшне чикнĕ. Могонин. Çырмасене, шывсене, шăтăксене, тăвайккисене усал илнĕ. N. Витĕр-витĕр темиçе шатăк пулса пĕтрĕ. Янтик. Шăтăк аяла аннăçеммĕн тăвăрланать, çӳлелле ухнăçеммĕн (= улăхнă çемĕн) аслăланать. П.-Пинерь. Шухăшламасăр: тарăн шăтăка тухăп, тесе, ан сик. Н. Лебеж. Шалçине лартрăм, шăтăкне туртса илтĕм. (Загадка). N. Çӳлте те шăтăк, тĕпĕнче те шăтăк, варринче вут. (Сăмавар). Орау. Ку шăтăка тултарса тӳрлетĕр. Заровняйте яму. Ib. 37. Пырать пĕр хăмăр тилĕ йăпăртатса вăрманпа. Ун çулĕ çине сунарçă шăтăк алтса хунă пулнă. А.-п. и. 77. Пĕр йăвăç тĕмĕ айне пысăк шăтăк алтрĕ те, арчана тĕртсе йăвантарса ячĕ. Выкопал яму под одним деревом и скатил в нее сундук с нуждой. Орау. Нушникĕн шăтăкĕ питĕрĕннĕ те, çӳлтен юхса анакан шыв аялти хутри хăваттирсене тухса пĕтĕмпе шыва янă. || Могила. ТХКА 73. Анне мана: ачам, эпĕ вилеп, ман шăтăк çинчи тăпрана пырса тӳрлет вара эсĕ, тет. КВИ. Вилнисене пуçтарчĕç. Шăтăк чавма тытăнчĕç. В. Олг. Шăтăк алтма каятăп. ЧС. Çутăлсан вара хăшне шăтăк алтма ячĕç, хăшĕ тупăк тума тытăнчĕç. || „Преисподняя“. Кан. Шăтăк тĕпне анса каях хăвăн кавалериюпа. В. Олг. Таста шăтăкра порăнат вăл. N. Укçасăр манăн çта шăтăка каяс-и? Ск. и пред. чув. 46. Ăçта шăтăка тарчĕ Микита. Юрк. Пĕчĕкçĕ кăна пуркăм пурччĕ, илсе кĕрсен акă çакăнта хурсаттăм, таçта шăтăка çухалчĕ. || N. Малти шăтăк. || Ямочки при игре в шар. СТИК. || СТИК. Ку укçа шăтăксене саплама та сахал, эсĕ пуйрăн тесе тăратăн. Шăтăка саплас тени парăма тӳлес тени пулать. || Дырявый. Каша. Шăтăк-шăтăк шăналăк, шăна кĕмин — лайăхчĕ. ЧП. Шăтăк кимĕ килет. Юрк. Çĕнĕ сăмавара шăтăк сăмавар тетĕн, ак кунтан тултар. Ск. и пред. чув. 77. Каларĕ вăл еррипе карчăк енне çаврăнса: çамки шăтăк — хупăнмĕ, чĕри татăк — сыпăнмĕ. || Переносно — с изъяном, глуповат. N. Он тăрри шăтăк. Капк. Шăтăк тӳпеллисем пирĕн ĕмĕре çитеççĕ-ха. N. Унăн хăлхи шăтăк (глуховат). Ала 30. Çакă ял çулĕ шăтăклă, çул шăтăкне пĕлмерĕмĕр, хĕрĕ шăтăкне пĕлтĕмĕр. || Кружева. Начерт. 203., Шибач., Икково. КС. Шăтăк илтĕм. См. шăтăкла.

штан

откуда. См. ăçтан, çтан. М. Тув. Пиçсе çитнĕ çырлине татса çимасăр штан чăтан, ĕçсе çитнĕ ĕссĕрне юрламасăр штан чăтан.

нăр

(ны̆р), то же, что нар. К.-Кушки. Альш. Нăр пек хĕп-хĕрлĕ, ăçтан пăхнă унтан юн сирпĕнет (о здоровяках). Карсун. † Нăр пек хĕрлĕ сăнăмă шуратрĕ. СПВВ. ФИ. Пит тулли çынна: нăр-çке, теççĕ.

няня

милый. Изамб. Т. Альш. Ăçтан ватă-ха эсĕ? тет пĕри — Пур тĕлтен те ватă ĕнтĕ, няням, тет. Сред. Юм. Ах тур, няняна! Пĕчик ачасĕне ӳке парсан, хĕрхенсе йăпатса калаççĕ. Ib. Пĕчик ача йĕрсен, ôна алла тытаççĕ те: кам тиврĕ çавна? Атьтьор (= ах тур), няняна поль, теççĕ. Тувси. Няня, ласкат. обращение, иногда даже к старикам [говорят старшие]. Шорк. Няня, маленький ребенок в ласкательной форме, напр., ачине, нянине... N. Няня, ребеночек. || Хлеб (детск. сл.). Шибач.

паллă

знак, метка, примета, отметка, изображение. Альш. Пирĕн ана çине пуртă палли (-λλиы) тунă (изображение топора). Ib. † Сар шăрçапа шур шăрçа тиркĕ çинче палли пур. ГТТ. Çынсем каланă хыççăнах çыркаласа панă та, эпĕ вĕсене (записи), сăмахсене, ик-виç паллăпа ик-виç паллăпа кăна чăпарла-чăпарла кайнă (кое-как записано). Полтава 57. † Патша пулас ыр паллă сан куçăнта курăнать. Никит. Тухатмăш карчăксем е калăм каç, е кĕлт маларах кам çыннине тухатмаллине паллă туса хураççĕ. N. Халĕ çуркунне палли пур çĕртрен те курăнать. N. Алă палли туса хăвартăм, такăшĕ ухтарнă арчана. (Вместо этого: сăнавшăн паллă туса хăвартăм). Эльбарус. Çак вăйă пуçлаччен кашни уйăрлса, пĕр-пĕринчен аякрах кайса паллă йоман котне: ко ман килçорт полать, тесе йышăнаттăмăр. ЧС. Манăн алă тӳрленсен те çав сикнĕ палли çухалмарĕ. Юрк. Ку масарăн палли-мĕнĕ те пулас çук. Разум. Кăçтан аслă çул каймаллине паллă тăвакансем (намечавшие путь для дороги). Н. Тим. † Çирĕм пĕре çитнĕ ачусене шур хут çине паллă çавăрнă. N. Паллă (у овец). См. тăлăм. || Известно, ясно, точно, определенно. Чхĕйп. Чăвашсам нумайше хăйсен ĕмĕрĕнче ырă кĕтӳç куриман, малалла паллă пулĕ вăлсĕн пуçлăхсĕм. Сред. Юм. Хакĕ паллă ôн. Известна уже цена. Ib. Хакĕ паллă мар. Цена еще не определена. N. Паллах вăл, çыру пĕлмен çын тĕнче çинчен ăçтан пĕлтĕр. N. Хăш чухне, паллă, ăна та шухăшласа пăхаттăм... Сборн. по мед. Ун чухне пĕр çĕрте вунă çын чирлесен, виççĕшĕ, паллах, вилнĕ. N. Эпир тĕнчене нимĕн те илсе килмен; паллах, нимен илсе тухма пултарас çук. Юрк. Çапла «бзав» тенине пĕлсе, лешсем, паллă, кула пуçлаççĕ. || Заметно. Регули 157. Ойăх толнăран паллă. N. Хăш чух çав çутă тĕнчене паллах сарăлать, хăш чух пĕр енчен кăшт начарланса тепĕр енелле куçать || Точность, определенность, ясность. Юрк. Ун выранне халĕ пĕр çын та илмен, кама кӳртес теннийĕн те палли-мĕнĕ çук халĕ. N. Никçан тухса каясси палли çук. Неизвестно, когда выйдем. N. Кăçан вăрçа кĕрес палли (scr. пали) çок. || Выдающийся, заметный. ЧС. Ялти паллăрах çын, более или менее выдающийся. N. Унăн ашшĕ-амăшĕ пит пуян, чапла, Колычĕв хушаматлă паллă улпутсем пулнă. N. Пирĕн ял нимренех те паллă мар. || Борозда, которая делается на загоне для удобства при сеянии. Вурман-к. Паллă-лăха (борозда, для удобства сеяния). || Мишень (цель для стрельбы). N. Салтаксем палла пеме кайрĕç. Солдаты пошли стрелять в цель. КС. Хăш пăшал палла лайăх тивет, кайăка тимест, тиççĕ чăвашсем. Орау. Палла переççĕ. Ib. Палла виçĕ пульккă тиврĕ. Ib. Палла тивертрĕм. Попал в цель. || Собр. Лара-тăра пĕлмен çынна паллă килнĕ, теççĕ. (Послов.).

пар

дать, давать, подавать, отдавать. Турун. Хуçа вара: çĕр тĕнкĕ парап пĕр çăмартине, тенĕ. Регули 509. Эс окçа та паман-ç халь мана. Ib. 450. Ман хамăн номай полинччĕ, (номай полсан) парăттăмччĕ. Ib. 676. Эс пани çĕмĕрлнĕ. Ib. 662. Эс панă окçа конта. Ib. 663. Эс панă окçана эп çохатрăм. Ib. 664. Атти мана панă лаша лайăх манăн. Ib. 312. Вăл мана окçа панă полсан, эп каяттăмччĕ. Ib. 1082. Çак утшăн çĕр сом парать вăл. Ib. 671. Мана паракан çын çавă. Ib. 320. Вăл мана окçа он чох парсаччĕ, эп кайсаттăмччĕ. Ib. 293. Окçа пор хошăра кисен, парăп сана. Ib. 1458. Эп итрĕм онтран, вăл мана пачĕ; при (= пĕри) килте, тепри вăрманта. Ачач 99. Мĕн юрать? парам акă сана пĕрре. N. Ним те парса кăларманшăн... N. Халĕ эсĕ кама парса ыр кăтартатăн. КС. Памаллах пар, совсем отдать. ЧС. Вара пур ачасене те икшер çăмарта парса тухат (раздает). Хурамал. Çырлаха пулин пар, турă. Кан. Сахал пачĕç, терĕ çуннă çынсенчен пĕри. Юрк. Эй, чунăм, эсĕ мана çурри чуна çурса париччен, пĕтĕм мулна парасăнччĕ, тет. ТММ. Аллупа пар та, урупа ут. Орау. Парсам, ан тилмĕрт çынна! Отдай, не томи человека! (Говорит жена мужу о другом человеке). Ib. Каймасп — парам эп сана, кахала. Ib. Пуç ыратать — парам эп сана. Сред. Юм. † Кайса кôрас теейсе, малтан хыпар патăмăр (известили). N. † Хура çĕр айне кĕмĕттĕм, хура çăрха парса юлăттăм. СТИК. Сассăна ан пар (не подавай голоса), анти шыраса çӳретĕр-ха, эпĕ ӳсĕрсен тин сиксе тух. (Говорят, когда ради шутки или всерьез спрячут кого-нибудь при приходе постороннего лица). Никит. Салтакран ним парса та йолмасть (не отстает), тет. Синерь. Икĕ ывăлне икĕ çĕре кĕтю пăхма панă (отдал в пастухи). N. Хăйĕн аслă ывăлне вĕренме çын патне панă (отдал на ученье). Ала 8°. Эсĕ пирĕн çуккине ăçтан парса çитерĕн. ||Сдавать. Ирч-к. Атăл параççĕ. Сдают Волгу. || Орау. Паян географипе экзамĕн патăм. || Выдавать замуж. Якейк. Арăм илес тесен те, парас çĕртен парас çок (не выдадут). || Принести в жертву. ЙФН. † Корак-касси хĕрĕсем, пирĕн пата пырасшăн, турра така панă, тет. (Туй юрри; насмешка). НАК. Тата киремете пама ял пуçне пĕрер вăкăр е така хатĕрлесе хураççĕ. || Бить, ударять. Кан. Шалта рояль клавишсем çине чышкăсемпе параççĕ, тулта вăрçаççĕ. Янбулат. Опăшки тăчĕ те, ачана ричакпа парать те парать, хытă хĕртрĕ ачана. Йӳç. такăнт. 17. Атте тухса кайнă чухне, лашана пĕр-иккĕ пачĕ те, кайăк пек тухса вĕçрĕç. N. Лайăх тăракан çыннах пычĕ те, хăлха чиккинчен пĕрре пачĕ (ударил по уху). || Copiam sui facere, marem ad se admittere. || Доносить, ябедничать, клеветать. N. Вара ун çннчен элек парса, ăна тимĕрлесе тĕрмене хуптарнă. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Толст. Ыран кил-ха, уйăрса парĕç (отроятся), эпĕ вара сана амине кăтартăп (матку пчелиную). Юрк. Сăрисене ĕçсе параканнисем, куркисем тĕпне укçа ярса, тепĕр хут сăра тултарса кĕрӳшне ĕçтереççĕ. Ib. Никăш пĕлсе каласа параканни çок. Орау. Апат çисан кайса пама пулать ăна. Ib. Чăмласах памалла-им тата? 1) Неужели ты не понимаешь? 2) Ешь, раз тебе дали. Эльбарус. Пĕр çын чопса пыра парать. Имен. Виç çол иртсен Елена Петр ятлă ача çоратса панă, а Фекла Нйколай ятлă ача çоратнă. N. Теçеткийĕ 40 тенкĕ тăрать те, сире катса паратпăр ĕнтĕ (сбавим); илĕр, илĕр! тесе кăçкăраççĕ. Чăв. ист. 31. Чăваш чĕлхи укăрпа финсенчен пуçланса кайнине ниепле те кăтартса пама пулас çук, тет. О земл. Тарăн çемçе сире (в слое) тырă тымарĕсем сарăларах параççĕ. N. Кĕлтĕне капан çине ывăтарах пар. Менча Ч. Утемĕш вăл хăй çынсене пит нуммай асаплантарнăран, хăй те: асапланарах патăр-ха, тесе часах тӳрлетмен, тет. Орау. Çиярах парăр (ешьте больше), çиярах парăр, каçсăр урăх апат мĕн пулас çук. Юрк. Вĕсем çавна курарах парасчĕ. Абыз. † Тухать и та тухмаçть-и, часрах туха парсассăн та, хĕреслĕ тенкĕ парас, тит. (Свад. п.). БАБ. Хыçалалла çаврăнса пăхатăп та, хам патăмрах пĕр темĕскерле, пăхма çук хăрушă, уна пекскер тăра парат. N. Вăл çапла лашине хăварса чупса пынине пĕр çын пăхса тăра панă (как раз видел), тет. Т. VII. Малти (человек) пĕр усăнса тăракан çаппа тытрĕ, тет те, кайри (человека) çине яра пачĕ (как пустит, в лесу), тет. ЧС. Эпĕ ăна куртăм та, хама калла килсе хĕнесрен хăраса, киле тара патăм. N. † Ташлăр, тантăшсем, симĕс шăрçа ярăмĕ пек; силленеех парăр-ха, сарă шăрçа ярăмĕ пек; саркаланса парăр-ха (= развернитесь-ка во всю, чтобы показать свое искусство в пляске. Хĕр йĕрри). Кан. Лач-касси ялне кăçал çула Яншихăв леçниччĕстви 81 ĕне Тăрмăш таччине ямалла туса пачĕ. ТХКА 38. Хамăр ĕçлемесен, пире çын ĕçлесе парас çук. N. Лучше эсĕ авланса ямалла та и пурăна памалла. N. Пристăнь çинчен пакаш йăтса та параççĕ, шыв та йăтса параççĕ, вутă та татса çурса параççĕ. Баран. 98. Çав хушăран эпĕ ăйха кая панă. ВС. Разум. КЧП. Эсир сĕтел хушшинче ĕçлерех паратăр çав. ТХКА 27. Асту, ӳке паран. N. Вĕсем каялла çавăрăннă та, тара панă. СТИК. Чупа панă (чупса çитнине чарăннине кăтартмаст; чупрăм карăм, чупрăм килтĕм, чупрăм çитрĕм — обозначает законченность действия). Альш. Лешсем урайне шурă кĕçе сарса хураççĕ, тет. Качаки варалать парать, тет, кеçине.

парăлтаттар

понуд. ф. от парăлтат. Чирикеево. Тапак тĕтĕмне парăлтаттарса ларат (сильно дымит); тĕтĕмне парăлтаттарса ларат. . Тусан парăлтаттарат (сильно подымается пыль). ЧС. Çумăр çăва пуçлаччен ăçтан килчĕ унта парăлтаттара пусларĕ (стало поднимать пыль). Халапсем 2. Сухи пуçе парăлтаттарса (легко, свободно) анчах пыра пуçларĕ. N. Эсир пĕр пĕлмесĕр парăлтаттарса калаçатăр (болтаете) тесен, ун пеккисем тата ӳпкелешеççĕ те.

перĕн

коснуться, касаться, прикасаться, соприкасаться. Календ. 1910. Хăмпу çумне пĕчĕк йĕп перĕнсе тăрать. N. Вăрманта йывăçсем пĕр-пĕрин турачĕсемпе перĕнсе тăраççĕ. Вăрманти йывăçсен турачĕсем пĕр-пĕрне перĕнсе тăраççĕ. Деревья в лесу соприкасаются одно с другим ветвями. N. Çамкупа сивĕ кĕленче çумне перĕнсе ан тăр. Не прикладывайся лбом к холодному стеклу. МПП. Ӳлĕм кунта çӳренĕ чухне тумтир арки пернекен пулĕ. (Предсказание). Скотолеч. 6. Лашанăн çыхнă урийĕ (нога) çĕре кăшт кăна перĕнсе тăтăр. Якейк. Мана ан перĕн (или: ан тĕкĕн). Не прикасайся ко мне. Календ. 1906. Çĕр анчах мар, хĕвел, уйăх, мĕн пур çăлтăр — пурте нимĕне перĕнмесĕр тăраççĕ. || Задевать. N. Аллисене каялла тытса, хăрах аллинче патак тытса пырать. Отса пынă çеммĕн патакки атти кĕллисам çомне перĕне-перĕне пырать. N. † Паланлăх виттĕр тухнă чух, палан сапакки перĕнчĕ пулĕ, çавăнпа хĕрлĕ пулнă пулĕ. Аттик. Пĕр перĕнмесĕр çак шыв пек юхса тухса кайтăр çак ача çинчен (порча. Из наговора). || Ткнуть. N. Çав çĕрхине выляма тухрăм та, пĕр пысăк темĕскерле япала перĕнсе куккăр турĕ, тет. || Ударяться, биться. N. Чӳречерен чӳречерен пыра-пыра пернет (воробей). || Подойти. Сред. Юм. Çав пырса перĕнмен полсан, эпир йӳнтерехе илеттĕмĕр ô тавара. || Остановиться. Тоскаево. Туй хапха айне килсе перĕннĕ, тет, кĕрӳ хатри (= хатĕрĕ) çитмен, теççĕ. (Послов.). || Встретиться. Орау. Ак хайхискер килсе перĕнчĕ! Вот встретилось то слово, о котором говорили. || Напасть. ЧС. Пирĕн ялсем: ку мур пирĕн яла та килсе перĕнмин юрĕчĕ, тесе, питĕ хăра пуçларĕçĕ. || Попасть. Хĕн-хур. Эсĕ кам хĕрачи? Çĕрле Çăмьюн тетӳ пӳрчĕ патне ăçтан пырса перĕнтĕн эсĕ (как зашла?). || Обращаться. Юрк. Ку ĕçрен кайран, çими çитмен чух, йăмăкĕсем патне пырса перĕнет (обращался). ||Стреляться. Шурăм-п. Пăшал илнĕ те, перĕнсе вилнĕ. || Наталкиваться. N. Ниçта çитсе перĕнменни те юлмарĕ, тет, кун (всюду он бродил). Шурăм-п. Чылай çĕре перĕнсе çӳренĕ вăл.

песплат

«бесплатная»; «незаконная» (о жене). Пазух. Ачи усал ан тийĕр. Атти пуян чухнехи, песплат арăм ачинчен ăçтан лайăх пулмалла. Атмал-к. † Ачи усал ан тийĕр, песплат арăм ачисем ăçтан лайăх пулмалла.

пике

(пигэ), барышня, барыня, гоопожа. Кĕвĕсем. Ай-хай хамăр тантăшсем пурте Питĕр пикисем. И. С. Степ. Пике — барышня, молодая дама. Сенчук. † Сарă хĕр те пике мар, чуп тусан та çылăх мар. Янтик. † Ĕнтĕ пике лайăх, пике лайăх, пикерен те лайăх аппам пур. Ст. Чек. Пике — по внутренним качествам — воплощение кротости, невинности, чистоты сердца; по внешности — чаплă, илемлĕ. Ib. Хăрхам пике хĕр пулчĕ, пике хăрхам пулчĕ. (Из сказки «Пикепе Хăрхам»). Ib. Ху ларатăн вырăнта, яту çӳрет пикере (= яту çӳрет лайăхра). N. † Çын-çын урлă курăнсан та, ырă пикенĕн курăнан. Емельк. † Нар пек чĕре шуралнипе пике пек туçсăм сивĕнчĕ. Бур. † Хĕрне илсе тухăпăр, пике туса кĕрĕпĕр. С. Тим. † Çакă ялăн хĕрĕсем тăра-а-ççĕ пике пек. Алших. † Алших хĕрĕ пике пек, икĕ пичĕ чие пек, тытса çиес çырла пек. Макс. Чăв. I, 65. Ырă пике пек аппăна епле ытарса хварăн-ши? Альш. † Элшеллийĕн хĕрĕсем Питĕрпурăн пикисем. Ib. Ун умĕнче (перед купăсçă, скрипачом) икĕ хĕр пике пек. СПВВ. ЕС. Пике — пит лайăх, илемлĕ, хитре сăнлă-сăпатлă хĕр. Ку сăмаха хĕрарăмсем пĕр пĕринпе тавлашнă чух: ман хĕрĕм пике те, теççĕ. СПВВ. † Яту çӳрет пикере. Н. Лебеж. Ай тетеçĕм, хуçаçăм, ай инкеçĕм пикеçĕм. N. † Пике тĕслĕ аннене тăхлачă туса лартрăмăр. Янтик. Ай-ай, эс пике пек ларан-çке, ик алла арăк çине хурса! Ĕçлес пулать пăртак, эс пике мар. N. Ак çапла каларĕ, тет: эпĕ — пике, ăçтан çав çавăрăнакан кăлтăрмач çинче пурăнăп, терĕ, тет. Зап. ВНО. Аван пусан, пикешĕн, усал пусан, хĕрхăншăн (для девья). Тăв. 59. Çапла пĕрмай йывăр ĕçре çитĕннĕ сатур, пике пек хĕр пулса тăна. N. † Эпир Питĕр пикен йăмăксем. СПВВ. Пике — почетное название девушек (как йĕкĕт для парней). Ib. † Пĕвĕмех илемлĕ, сăнăм хитре: пике-им? тесе ыйтаççĕ. Пазух. Çакă ялăн арăмсем ыр пикенĕн курăнаççĕ. Альш. Пике, кажется, употребляется в смысле «пукане». Ал. цв. 1. Тата çак хуçан пике пек виçĕ хĕрĕ пулнă. Ib. Эй хĕрĕмсем, савнă чунăмсем, чипер хĕрĕмсем, пикемсем. || Яз. имя женщ. Ялюха М., Демидов. Ск. и пред. 105. Пике ятлă хӳхĕм хĕр Ст. Чек. Пике (сказочное имя).

пуй

пой (пуй, пой), богатеть. Кан. Ялта пуйманне, Мертлĕ айне начар çĕре куçсан, ăçтан пуяйăр, — тесе кулатчĕç. N. Пуйрĕ — пуйса карĕ.

пулĕ

полĕ, пуля. Сред. Юм. Нюш-к. N. Кермани пуллипе вилчĕ. Умер от германской пули. ЧП. Ăçтан килчĕ унтан пулĕсем шăхăрса килеççĕ-ĕçке.

пурлак

бурлак. СПВВ. Изамб. Т. Унăн ачи пурлака кайнă (на заработки: на Волгу, на фабрику и пр.). Ib. Мĕн мухтанан, пурлак! (брань). Альш. † Атăлĕсем туллăх пулман пулсан, лараймĕччĕç пурлаксем кимĕ çине. Бюрг. Унта пĕр пурлак пулат, вăл: ăçтан эс? тет. Сред. Юм. Пурлак пик çôхран! (Пит çôхракан çынна калаççĕ). || Прохожий. СПВВ. ФВ. Пурлак тесе çул, пырсан калаççĕ. N. Пахчари япаласене лайăх асту, япалусене пурлаксем кĕрсе вăрласа ан тухчăр. || Так называли в прежнее время отбившегося от крестьянства и живущего бурлачеством. Якейк. Ахаль солланса çӳрекен çынна, ĕç вăхăтĕнче ĕçлемесĕр çӳрекен çынна пурлак теççĕ. Пшкрт. Пурлак! (брань).

ахаль

(аhал’) temere, sine causa, frustra, incassum; sine usu, sine utilitate; otiose; nullo consilio; gratuito; sine mercede; simpliciter, sine apparatu, sine doctrina, sine rei ullius adiutorio; без причины, без основания; попусту; так себе; без употребления, без пользы; без дела; без особого намерения; даром, бесплатно; просто, без особых приспособлений, без предварительного приготовления или изучения и т. п. По-русски во всех этих случаях можно перевести наречием так. Ст. Чек. Ват çынсам ахал, каламан. Старые люди сказали (это) не без основания. Шурăм-п. № 26. Вĕсем калани ахал, пулакан мар. Их слова обыкновенно сбываются. Ч.С. Атте вара: ку ахал, мар, пĕр-пĕр çурта аçа çапрĕ пуль, тесе, урама пăхма тухрĕ. Тогда отец сказал: «Это (т. е. столь сильный громовой удар) не без причины; вероятно, в какой-нибудь дом ударила молния», и вышел на улицу посмотреть. Альш. Ашшĕ кĕтет-кĕтет те: ку ахал мартăр, тесе, шыв хĕрне чупса анат, тет. Прождав некоторое время, отец побежал на берег, предполагая, что это (т. е. невозвращение дочери) неспроста (не без важной причины). Янтик. Ăна вут тивертнĕшĕн ахалех (ямăçĕ) тумăçĕ. Ему (этот) поджог даром не пройдет. Якейк. Конăн ани ахальах чăсăлсă выртать. Его загон (полоса земли) лежит попусту (не засеян). Собр. Ахалĕн амăшĕ вилнĕ, теççĕ. (По обьясн. И. С. Степанова, соотв. русской посл.: «подаришь уехал в Париж, остался один купишь»). Юрк. Кĕнекисене ахаль (scr. ахал) илмелле пулмасан, эп укçа та тӳлĕп. Если нельзя получить книги даром, то я могу и заплатить. Аттик. Пирĕн парнене ахал, ан ту. Амин. Не сделай нашего приношения тщетным, т. е. прими жертву. (Из моленья). Н. Шинкус. Куккасем: киле килнĕскере тасаттарас, тесе, тем парасса çитнĕ. Тасатсам-а, сана ахал, тумăпăрах! тие пуçларĕç. Дядя и его семейные, желая, чтобы цыган, раз он пришел в дом, изгнал порчу, готовы были дать ему за это некесть что. — «Пожалуйста, выведи у нас порчу», говорили они ему: «мы во всяком случае не оставим тебя без вознаграждения.» Н. Карм. Кусем пырсан, шыв парса, питне çутарнă, пурçăн алшăлли панă. Салтак каланă: мана хамăн мунтир те юрĕ, ку ахалех хуралат, тенĕ. Когда они пришли, отдали ему умыться и дали шелковое полотенце. Солдат сказал: «Зачем попусту пачкать полотенце? — мне ладно утереться и мундиром». Эсĕ мĕшĕн кушака сентĕре çине лартрăн? — Ахаль. Зачем ты посадил кошку на полати? — Так себе. Бгтр. Мĕн патне (у др. мĕн тума) килтĕн? — Ахалех. — Ахаль пулсан, алăк патĕнче алтăр пурччĕ — илсе кай та кӳрсе пар. (Çапла ачасене, çын патне пырсан, калаççĕ). «Зачем пришел?» — «Просто так.» — «А если просто так, то за дверью у нас был алтăр (большой ковш), унеси его и принеси назад.» (Так говорят детям, если они придут без дела в люди, т. е. в чужой дом). СПВВ. ОН. Ахалех = кăлăх. Кильд. Çавах та вăсен ача-пăча пулман, ахалех ватăлса кайнă. И все-таки детей у них не было, и они так и состарились. Ст. Чек. Ахаль ларасран ялан кăнчала авăрлат. Чтобы не сидеть без дела, постоянно прядет. Регули. 207. Ахаль лариччен кăнчала арлать. Чем сидеть так, прядет. N. Ахаль лариччен кĕрĕк аркине те полин йăвала, теççĕ. Чем сидеть без дела, лучше мни полу шубы. Якейк. Атя ман пата, ахалех кăмака çинче пĕççе тăратса выртан! — Ахалеххине ахалех те (или: ахальне ахалех те), сан пата çавах пымасп. Идём ко мне, (все равно) так на печи валяешься (вздернувши ноги)! — Так-то так, а все-таки я к тебе не пойду. Н. Кунаш. (Цив.) † Çиессĕм килет, ĕçессĕм килет, кăмакари хуплу еннеллех чунăм туртать çке!.. Эп çиесшĕн каламастăп, ахаль калатăп. Мне хочется есть и пить... И как мне хочется курника, которых стоит в печке!.. Я говорю это не затем, чтобы поесть, а просто так (без особого намерения). Альш. Те йыхрава каять, те ахаль таçта каять. Неизвестно, едет ли он звать в гости, или едет куда-то хак (без этого намерения). Регули. 1293. Эп она ахаль патăм. Я дал ему даром. Менча. Тухатмăш ывăлĕ, ӳксе пуççапса, çĕр тенкĕ пама пусан, шеллесе, ахалех тӳрлетнĕ, тет. Утемĕш, ахаль, пулсан, пин тенкĕ парсан та, тӳрлетес çукчĕ, тет, ывăлне шеллесе анчах тӳрлетнĕ, тет. Когда сын колдуна поклонился Удемишу в ноги и обещал дать ему сто рублей, тот сжалился и поправил (исцелил) колдуна даром. Говорят, что Удемиш сделал это лишь из жалости к сыну, а иначе он не поправил бы его и за тысячу рублей. Якейк. Вăл лоткăла ышша кари (т. е. кайрĕ-и), ахал, (sine navigio, solis corporis viribus utendo) ышша кари? Он поплыл на лодке или так? Ib. Эп посмапа мар, ахал, хăпартăм. Я влез не по лестнице, а так (т. е. без лестницы). N. Ват çынна куçлăх кирлĕ, ахал, (ахальăн) он куç кормаçть. Старому человеку надо очки (нужны очки), иначе он не видит. || Sic quoque. И без того уже. Коракыш. Карчăк каланă: ăçта каятăн? тенĕ. Улпут каланă: санпала калаçма мар, ахаль хуйхă! (у др. ахаль, те хуйхă-ха) тенĕ. Старуха спросила: «Куда ты едешь?» Барин отвечал: «Мне не до разговора, у меня и без того на душе кошки скребут». Кан. 1927, № 224. Вулăсра пĕр милитси (милиционер) нимех те туса çитереймест, тет. Мĕншĕн тесен унăн ĕçĕсем ахалех нумай (и без того много дела). || Haud raro rei alicuius vehementiae significandae causa ponitur. Также употребл. для выражения силы действия. БАБ. Çынсем сиксе тăчĕçĕ, тет, пăхаççĕ, тет: ха, уксак йывăçсене тĕпĕ-тымарĕпе ахаль, лăскат, тет. Люди вскочили и смотрят, а хромой так я выдирает деревья, совсем и с корнями. Альш. Тухса пăхан пек пулат та, ку салтаксене ахаль тустарма туйăнат, тет. Он вышел на двор, как будто для того, чтобы посмотреть (лошадь), и принялся пробирать (ругать) этих солдат. Ib. Тукмакĕ: валей! тесенех, ку карчăка ахаль пĕçерет, тет; ăçтан кĕçтет, çавăнтан парат, тет. Как только старуха сказала: «Валяй», дубинка и давай ее колошматить. Только успевай повертываться! (букв. «где чешется, по тому месту и лупит»). Ib. Пĕри тухат та, ку тункăлтăксене ахаль ватса яраççĕ, тет. Один из жителей вышел (на улипу, созвал соседей) и они отлупили (прибили, точнее: с сильными побоями проводили) тупгылдыков (глупцов в сказке; см. манкăлтăк) как Сидорову козу. Ib. Эпĕ пăхса выртатăп: хай тăрнасем ахаль таптаса çисе çӳреççĕ. Я лежу и смотрю, а журавли так и топчут, так и едят (просо). Ib. Ку пупсем пакăр исе килеççĕ те, ку çынна тĕртсе те яраççĕ. Ку çын ахал, шыва пăтратат, тет. Поп и дьякон взяли багор и столкнули этого человека (завязанного в мешок) в речку. Тот там просто всю воду взмутил. V. ахаль анчах. || Etiam adiectivi vim habere potest et significat usitatum, pervulgatum, vulgarem, vanum, simplicem, gregarium, gratuitum, parvi momenti, vilem, sine verbis (de cantilena dicitur, quae modulatione sola constat). Употребляясь в значении прилагательного, переводится словами: обыкновенный, простой, не заключающий в себе ничего особенного, важного, тщетный, даровой; без слов (песня). Ахал, çын, рядовой, ничем не выдающийся человек; ахал, йывăç, обыкновенное, простое дерево; дерево, не приносящее плодов; ахал, шăмă, обыкновенная кость; ахаль хут, обыкновенная или простая бумага; бумага, не имеющая значения. Якейк. Вăл пирн юшши ахаль çын çине пăхмаçть те. На простых людей, вроде нас, он и не смотрит. Ib. Ку ахаль корăк мар, ку корăкпа тем те тума полать. Это не простое растение, этим растением можно сделать что угодно. Ст. Чек. Вăл лаша çырăвĕ мар, ахал, хут-кăна. Это не расписка о покупке лошади, а простая бумажка. Ib. Вăл çырмалли хут мар, ахаль кут шăлса пăрахмалли хут. Это не бумага для письма, а просто для отхожего места. Ib. Пире, ахал, çынсене, капла та юрат. Нам, простым (не чиновным) людям ладно и так. СТИК. Ку ахаль япала мар, кунта мĕн-те-пулсан пур. Это не простая вещь, в ней что-нибудь да есть особенное. (Так и в Ст. Чек.). Парастас. Этемĕн мĕн пурри пурте ахалех; вилсен, вĕсем нимĕне те тăмаççĕ. Что сокращ. жизнь. Ахал ун пек ĕмĕт ахалех! Но подобная надежда тщетна. Изамб. Т. Сирте çĕр ахал, (ирккĕн, у др. ирĕккĕн). У вас земли привольно (или: у вас земля дешева, хоть даром бери). То же и в Сред. Юм. Ст. Чек. Сирте çĕр ахаль. У вас земля дается даром (или: продается по крайне низкой, сравнительно со здешней, цене). Сред. Юм. Ахаллин (аhаллин’) амăш вилнĕ. У дармового мать умерла, т. е. даром давать не буду. Так отвечают тому кто просит чего-нибудь даром. Якейк. Ахал, йорă, песня без елов. (В Череп. это выражение означает песню, которую поют в обыкновенное время, без особого повода.

путене тус

, песенный припев. N. † Тиек йытти тил тытать, путене тус, тил тытсан та юраймасть, эпир ăçтан юрасси пур, путене тус.

пухар тоттăр

бухарскнй платок. К.-Токшик. † Пухар тоттăр стан палă (= ăçтан паллă), пуç тĕпĕнчен шоралать. (Олах йорри).

пӳсĕр

(пӳзэ̆р), грыжа. Орау. Хырăмне кăвапаран çӳлерех пĕр мăйăр пек мăккăль сиксе тухнă: те пӳсĕр çиять, те ахаль. СПВВ. ПВ. Пӳсĕр — грыжа; а также трава, которой лечат грыжу. Имен. Пӳсĕр ернине ăçтан пĕлмелли: (арçын ача) мекĕрленсе, питĕрленсе йĕрет, кăвапи тухат, çӳхе-çĕрĕ пысăкланат; (хĕр ача) кăвапи тухат, питĕрленсе йĕрет, хĕрелсе кайса, ăшĕпе хытă сывласа йĕрет. Шурăм-п. Пӳсĕр аптратсан, пиçиххи туртса çыхăр. Хорачка. Пӳсĕр çын çомне çыпăçат та, икĕ çăмарти анса каят, она пӳсĕр чĕлхи вĕреччĕ те, йосанат. Б. Олг. Хăнча ылтăм çăмартая пӳсĕр çиет, çан (= çавăн) чуне тин çитĕр çак çынна; кĕмĕл çăмартая хăнча пӳсĕр çиет, çан чуне тин пӳсĕр çитĕр çак çынна; хăнча пăхăр çăмартая пӳсĕр çиет, çан чуне тин çак çынна пӳсĕр çитĕр. (Наговор). Хурамал. Манăн та пӳсĕр аннă-çке. Пшкрт. Пӳсĕр çиет (грыжа). СПВВ. ИА. Чĕрĕ япала çисен, çынна пӳсĕр ерет, теççĕ. Ăна кантăр вăрри е вупкăн тымар çисе пĕтерес пулать. М. Шемерт. Çитмĕл те çичĕ тĕслĕ хурт-купшанкă хăçан пĕр çĕре пуçтăрăнса, суптаркаса (так!) пухăнĕç, çавăн чухне пӳсĕр çисе тухтăр. Рук. календ. Прокоп. Ачасем тата пӳсĕр çинипе асапланаççĕ. КС. Пусĕр, глисты. Ib. Пӳсĕр çинă, пупочная грыжа; вар анни, грыжа нижней части живота.

пĕкĕрĕл

(-г-), нагибаться, сгибаться, согнуться, сгорбиться. Б. Янгильд. Михале туйине пăрахрĕ те, мулкачă çурине тытма пĕкĕрĕлчĕ. Сёт-к. Пĕкĕрлмесĕр çĕртен вăл çĕççе илес çок. СТИК. Ватти те çитнĕ çав ĕнтĕ, епле пĕкĕрĕлсе кĕнĕ те, ăçтан ĕç кутне пытăр!

пĕр

(пэ̆р), один. Сёт-к. Пĕр пукане хĕрĕх хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Пĕр кун каймалăх çĕр пулсан, çичĕ кунлăх çăкăр ил, тенĕ. (Послов.). Икково. Мана çак пĕр сорăха (эту одну овцу) пачĕç. КС. Пĕр çăварти çăккăра çиса пурăнтăмăр. (Так говорят о дружной жизни). Орау. Вăсам пĕр çăвартан çăккăр çиса пурăнаççĕ (живут дружно), тиççĕ. Альш. Пĕр вырăнта тăра пĕлмен çын, бойкий, непоседа. Регули 603. Пĕр сăхман поставран ĕçленине (тунине) патăм. IЬ. 916. Пĕр румккă (þумккă эреке) патăм она. Образцы. Пĕрчĕ-пĕрчĕ мерченне пĕр пус парса суйларăм: Изамб. Т. Акă тырă пулманни пĕр хĕн (одна беда), вăрман инçи тата хĕн (опять беда). В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илсе тухрăм. Я вынес одну лепешку. Альш. † Вуникĕ хĕр, пĕр купăс (скрипка), янăра-çке пĕр сасă (в один голос). Сред. Юм. Пĕр çăварлăх çăкăр, маленький кусок хлеба. IЬ. Пĕр ала (сито, решето) алларăм тессине: пĕр аллăм алларăм, теççĕ. || Один (а не несколько). Собр. Тырă вырса пĕтерсен, ват карчăксем пур çурлана пĕр çĕре тытса, пуç урлă утаççĕ. N. † Вăрмана кайрăм — каç турăм, вуникĕ çулçа пĕр турăм. Орау. Симун вăл Куçмипе пĕр амаранни (от одной матери) вăт. Ст. Шаймурз. † Çырайĕ-ши турă, çыраймĕ-ши, пĕр минтер çине пуçа хумашкăн. N. Ку кĕллисене пĕтерсессĕн, вара пур кĕллине те пĕр çĕре тăваççĕ, вăсене вара кăвакалпа тăваççĕ. N. Пĕр кутăм, пĕр пуçăм. Я одинок (мне тужить не о чем). Сред. Юм. Пĕр пуç, пĕр кот, ниçта кайсан та никам канçĕрлемес. Одинок, куда ни пойду, никто не помешает. N. Пĕр вуннăшне парăр. Дайте мне одну десятишницу (10 руб.). Другой смысл: дайте мне рублей десять, рублей с десять. N. Ултă утăмран пĕр, на каждых пяти саженях. || Один из двух. N. Пĕр çтенаран тепĕр çтенана çитичченех хăма хунă, хăми пуçĕсем кĕмелĕх ыра тунă. || Одна вещь. Календ. 1904. Вăл пĕр пур — хамăр ĕçлеме пĕлменни, пурăнма пĕлменни – тепĕре. Это одно, а... || Один раз, разок. Альш. † Пĕр çӳле пăх, çĕре пăх: савсан пирĕн çие пăх. N. Пĕр çапăп та, пĕр ӳкерĕп. Дам раз и сразу сшибу с ног! (Угроза). N. Ача ку карчăка каланă: мĕн ĕçлен мăн акка? тет. Ку карчăк калат: апла каламан пулсан, пĕр хыпăтăм, пĕр çăтăтăм (сразу схватила бы ртом и сразу бы проглотила), тет. N. Е салам-аликĕм, асанне, темен пулсан, пĕр çăтăтăм, пĕр хыпăтăм (говорит старуха). N. Эсĕ мана авантарах хулă пар-ха, эпĕ ăна пĕр хĕртем (постегаю). N. † Атьăр, тăвансем, эпир те аллăмăра хут тытар та, хут вулар, çанталăк çуттине пĕр (разок, хоть немножко) курар. Пазух. † Шĕшкĕ вутти хутар-и, пĕр (еще разок) ăшăнса ларар-и? (Вставка; приглашает погреться: с удовольствием погреемся). Рак. † Хĕрлĕ чие ларат хĕрелсе, каçса пĕр татăттăм (разок), каçми çук. || Некий (иногда соответствует неопред. члену). Рак. Çав пӳртре пĕр чипер. (Турăш). В этой избе нечто красивое. (Икона). Собр. Пĕр япала (некая вещь) пĕтĕм япалана тиркемест, пĕр шĕвĕ япалана тиркет. (Кăвар). Урмой. Ивансем киле тавăраннă чух, пĕр хăйă çути курăнат, тет (увидали свет в избе). Изамб. Т. Пĕр вырсарникун, однажды, в воскресный день. Орау. Пур пирн пĕр ял йытти, çавна çиса ларап-ха, ĕнертенпе те киле килмер ĕнт (говорит жена о муже). IЬ. Пĕр мурĕ (один чорт, напр. жена ругает мужа) паян киле те килсе пернмерĕ ĕнт. || Выражает противоположность. Якейк. Пĕри пĕр япалая (один любит одно), тепри тепĕр япалая йоратать. || Раз (союз). Орау. Пĕр çынтан тепĕр çынна ленксен, час тупаймастăн вăл япалана, пĕр парса ярсан. N. Вилнĕ çыннăн, хăй пĕр лăпланнăскерĕн (раз он умер), асăмлăхĕ те лăплантăр. N. Пĕр килнĕ чухне курса тухас. Раз пришел, так уж кстати надо зайти и повидаться. Юрк. Санăн ĕçме кирлĕ марччĕ, пăрахас пулатчĕ. Ачу-пăчусем нумай, арăму пур, пĕр шухăшласан (если серьезно обдумать), манăн ăсăмпа пулсан, эсĕ кăлăхах эçетĕн. N. Пĕр вĕреннĕ япала хăй енеллех туртать. К чему (раз) привык, к тому и тянет. Кильд. Эпир час килес çук пĕр кайсассăн. Раз пойдешь, так придешь нескоро. Значенне чув. «пĕр» с русск. «раз» одинаковое. Мусир. † Çинçе çырма, юхăм шыв, сиксе каçса пулмарĕ, пĕр турă-ях çырнинчен иртсе кайса пулмарĕ. (Здесь возможно двоякое толкование: или «пĕр» песенная вставка, или же оно употреблено в смысле «раз»). Орау. Лашана пĕр куçран çухатсан (если уж потеряешь), тупаймастăн вара унта. АПП. † Çӳренĕ пĕр чухне (пока гуляешь) юрласа çӳре. || Случайно. Шурăм-п. Пĕр ăçтан та пулин укçа тупсассăн, ана ĕçсе пĕтермесĕр лăпланмаççĕ. | Целый. Орау. Ман кумпек (= кун пек) юрăсем пĕр тетрать. У меня этаких песен целая тетрадь. IЬ. Сĕт нуммай, пĕр чӳлмек. Пĕр чӳлмек сĕт исе килчĕ. Икĕ чӳлмек сĕт (целых две крынки молока) исе килчĕ. Сёт-к. † Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. (Çăварни юрри). СТИК. Пĕр арпус пуçтарса хутăм-ха. Съел один арбуз (в др. гов. — «съел целый арбуз»). N. Пĕр ĕмĕр порнчĕ. Пробыл где-нибудь очень долго, хотя обещал скоро вернуться. N. Çак пĕр уйăх хушшинче ерçӳсĕр пулса нимпе те писме (= çыру) çыраймарăм. Çутт. 81. Ниçта пусма вырăн çукчĕ. Ура пĕр шит (на целую четверть) путатчĕ. || Единый. Т. V. 29. || Единодушный, согласный. Ст. Ганьк. † Ик килĕнтеш пĕр пусан, кил илемне çав кӳрет. (Пĕр пусан = килĕшӳлĕ, вăрçмасăр пурăнсан). || Один только, единственный (каких больше нет), самый первейший. Юрк. Хăйсем ялĕнче пĕр пуян пулса пурăннă (единственный, первейший богач). N. Тата калаççĕ: пĕр ĕнее те каснана илеççĕ, тесе. N. Тата хăшĕ-хăшĕ чăпăркка-туясем илчĕç те, суха-пуçне тавăрса пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. N. Тата пĕр ывăлсана хуса карĕç. Орау. Пĕр ывăл ачаш пулать вăл. Собр. † Плуштух кленчи халь аллăмра, савнă пĕр тăванăм умăмра. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕ пĕр тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕнпеле пĕрле пурăннине ĕмĕр манмăп тенĕ çĕрсем пур. Алших. Пĕр пуçран икĕ пуçлă тăвас, терĕ, икĕ куçран тăватă куç тăвас, терĕ (вздумал жениться). N. † Ялта пĕр (первейшая) хĕр пулăттăм, ăратнерен тухмăттăм (все время была бы в кругу своих родных). Сред. Юм. Уçса пăхать, тет, виççĕ-мĕш пӳлĕмне — ларать, тет, тĕнчере пĕр илемлĕ хĕр сăнчăрта. Ск. и пред. 13. Унăн ашшĕ Уланки ял пуçĕ те, пĕр пуян, паттăрăн пек кĕлетки çӳренĕ, тет, пĕр капан (как целый стог). N. † Сар кăшăллă витре — пĕр витре (первейшее ведро): кĕтейĕ-ши пире пĕр хитре? N. Алăксене тапрăм — уçăлчĕ, шыв çинчи пĕр (количество) чечек (единственный, или же песенная вставка) çутăлчĕ. Кан. Пĕчĕкçĕ пĕр кантăксене пăрахса, алăк пек пысăк кантăксем касаççĕ. Перестали делать в избах по одному оконцу, начали вырубать большие окна, величиною с дверь. Шарбаш. Ай, пичи Михали, пĕр арăмпе мухтанать! (хвалится одной женой, кроме которой у него ничего нет; по другому толкованию — постоянно хвалится). N. Пĕр ывăла (единственного сына) та илмелле (в солдаты). Рак. И эпирччĕ, эпирччĕ, эпир вуниккĕн пĕр хĕрччĕ; пĕр хăма çине пухăнтăмăр, çутăличчен салантăмăр. (Çăлтăр. Одни объясняют: «нас было двенадцать, и все мы были девицы»; другие понимают в смысле: «нас было двенадцать, и все мы составляли созвездие». Послед. толкование сомн.). Ала 95°. Пĕр кăшкар-ути çисен те (хотя питался лишь одним щавелем)... || Единственно (только). Сред. Юм. Ыттисем — ывăлсĕм, хĕр пĕр эп çиç. Остальные все братья, и одна лишь я — сестра. Ала 95°. Хирте вара вăл пĕр пăрçа çикелесе вăхăтне иртеркелесе анчах çӳренĕ. Альш. Кĕвĕсене каланă чух, сăмахĕсене кашни çĕрех пĕр пĕлнисене калаççĕ: хăшĕ аса килет, хăшне вăхăтне кура калама меллĕ, çавна. || В этом смысле иногда соединяется с наречием анчах. Истор. Вырăссем тутарсенчен пĕр парнесем парса анчах хăтăлайман, тата вĕсене çуллен куланай тӳлесе тăмалла пулнă. ППТ. Атьăр часрах! Вĕçсе кайăттăм та пĕр анчах (так!), çунат çук! || Один и тот же. Собр. Çулла та пĕр, хĕлле те пĕр. (Чăрăш). Артюшк. Эпир унпа пĕр ваконта карăмăр (килтĕмĕр). Баран. 192. Шухăшсем пурийĕн те пĕре килнĕ. || То (—то). N. Хăй хăранипе пĕр малалла, пĕр каялла пăхкаласа пырат, тет. Микушк. Пĕр пуççапат, пĕр тăрат. (Тараса). N. Вĕсем çак тĕлĕнмелле ĕçрен пĕр хăраса, пĕр савăнса çав çĕре иккĕшĕ пĕрле ирттернĕ: N. † Шурă хĕлĕхрен вĕрен яваççĕ: ĕнтĕ пĕр яваççĕ, пĕр сӳтеççĕ. Сборн. по мед. Вăл чир ерри-еррипе арасланать: пĕр йывăрланса, пĕр çăмăлланса темиçе çула пырать. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор: пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. || Приблизительно. N. Пĕр вунулт-вунçич çулхи хĕрачесем, арçын ачасем... Юрк. Мĕн пурĕ пĕр аллă кĕнеке ытла. N. Ăна уншăн пĕр çирĕм пилĕк çăмарта параççĕ. Ст. Айб. Тата пĕр çĕр тенкĕ пар-ха тырă илме. N. Хăйсене пĕр вунăшар е çирĕмшер пус парсан, тин чармаççĕ. N. Вĕсем каллех çапла пĕрер вунăшар е çирĕмшер пус илсен, часах салтса параççĕ (веревку). О сохр. здор. Пĕр виç кун хушши, в течение трех дней. || Настоящий. N. Çуртра пĕр арçын анчах, вăл та пулин хулара тарçăра пурăнать. Çиме çитменни пĕр инкек. || Одинаковый; одинаково. N. Çынпа çын пĕр мар. Ст. Шаймурз. Манăн пӳрт пур, унăн кĕтессисем пĕр мар. (Вăл пулĕ алă пурнисем). Ст. Айб. Ĕмĕр пĕр килмест, теççĕ. Жизнь течет не гладко. (Послов.). Образцы. Ай-хай уйăх та пĕр, хĕвел те пĕр, вĕсен çутти мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Тăван эсĕ те пĕр, эпĕ те пĕр (мы с тобой одинаковы), пирĕн телей мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Улăм ури улт ура, улттăшĕ те пĕр ура (одинаковые). IЬ. Икĕшин сасси пĕр килет. Оба (журавль и журавлиха) кричат враз. Кама 52. Пуринчен те пĕр илме май килмест, мĕншĕн тесен пурин те пурлăхĕ пĕр пек мар. N. Саншăн пур çын та пĕрех. Для тебя все люди одинаковы. N. Кам чунĕ сан чунпа пĕр килет. || Каждый. N. Илтекенĕ пĕр ырăлатчĕ мана, кураканĕ пĕр мухтатчĕ. Юрк. Ăна курнă пĕр çын: ун пек ачасем пурăнмаççĕ, теççĕ. Ст. Чек. Кама хисеп (счёт) çитнине пĕр çапаççĕ. СВТ. Пĕчĕк ачасем, хулĕсене касман пулсан, шатра чирĕпе чирлесессĕн, чирлени пĕр (каждый, кто) вилеççĕ. IЬ. Хулне кассассăн кайран ачанăн кĕпине кунне пĕр (ежедневно) улăштарма кирлĕ. Альш. † Калаçнă пĕр сăмахсем вырăнлă пулсан, шет (может быть) калаçса пулмĕ-ши сăмах-сене? Бур. Ай-хай, тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕн пĕр сăмахăрсем (каждое ваше слово) пин ылттăн. Истор. Мĕн куçа курăнакан çынна пĕр чиксе пăрахнă. Туй. Хĕрĕ (невеста) те кама хирĕç пулать, кураканне пĕр асăнса йĕрет. Кого ни увидит, того и называет по имени и плачет. || Всё. N. Лаша пĕртте çăтмас, янине пĕр (все влитое) юхтарса кăларать (лекарство). || В одинаковом количестве. Эпир. çур. çĕршыв 23. Арçынпа хĕрарăм пирĕн вулăсра пĕр йышлах (в равном количестве). || Постоянно. N. Çап-çутă хĕвел пăхать: ăшă парса савăнса, йăл-йăл кулса пĕр тăрать. Ст. Шаймурз. † Çак тăвансемпе пĕр тăрсан, сисмĕп эп ĕмĕр иртнине. || Никакой. N. Санăн патшалăхунта пĕр сылăм та, пĕр çăмăр та çумĕ. Ашшĕ-амăшĕ. Кил-çурта пăхса тăма пĕр вăй та çук ĕнтĕ (совсем нет сил). Никит. Выльăхсем валли пĕр апат та (никакого корма) юлмарĕ (в засуху). || В отрицат. оборотах: ничего не ..., вовсе не ..., совершенно не... N. Урапа çинчен тепле аннă, хам пĕр (ничего) пĕлместĕп, тет. N. Асран пĕр кайми хĕрсем. N. Пĕр йор та çок. N. Авă саранча, шăрчăк, хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. СТИК. Пĕр сасă-чĕвĕсĕрех епле каян унта. Как пойдешь без зову (на свадьбу). N. † Пĕр çук çĕртен (без всякого основания) çын çисен, çав çунтарать чĕрене. N. † Пичен йăмăк полаччен, хăрăк тонката полас мĕн, пĕр чĕнмесĕр (молча, без звука) ларас мĕн. (Хĕр йĕрри). Пахча çим. 3. Унта пĕр çил çуккипе хĕвелпе пахча çимĕçĕ пĕтсе ларать (погибают). Юрк. Леш, çывăрса лараканскер, ку мĕн каланине илтмесĕр, пĕр чĕнмесĕр çывăрса ларат. Толст. Çапла йытă пĕр нимĕнсĕрех тăрса юлчĕ (осталась ни с чем), тет. ХЛБ. Анчах ĕçе пит тĕплĕ, пĕр васкамасăр (нисколько не торопясь) тăвас пулать. Дик. леб. 34. Унăн сăнĕ, ĕлĕк илемлĕскер, халĕ хуп-хура, пĕр илемсĕр. Кильд. † Пĕр (ни разу) анмăтăм эпĕ шыв хĕрне, юрататăп шывăн сассине. Баран. 122. Пĕр кирлĕ мар чух, когда нет никакой надобности. || Какой-то. Ск. и пред. 46. Çурса пĕтернĕ кĕпи вырăнне пĕр хураскерне тăхăнса та янă. Якейк., Хора-к. † Пирн Йăванĕ туракĕ ял ятне те каламаþ, хĕр ятне те каламар, вырăс ялĕ поль тесе, маþа хĕрĕ поль тесе, пĕр хораскер-лотраскер, çак ял хăтне ярнăскер, пирн ял хăтне кӳрес çок. Орау. Пĕр тутаþ (т. е. тутарĕ) тем хăтланать унта, пăх-ха. IЬ. Пĕр мурĕ кунта епретсе хăварнă (испражнился жидким). || Какой-нибудь. Орау. Пĕр усалĕ çаклатса туртин (турδиын')!.. А вдруг, если какой-нибудь негодяй зацепит и отдернет задвижку!.. N. Килте пĕр япалине пăхсан та савăнмалли çук. || Во-первых. Ашшĕ-амăшĕ. Пĕр, вăл ĕнер, вырăнсăр сăмахсем калаçнăшăн, ӳкĕннĕ, ытларах тата Лисахвине вăл (он) хĕрĕнкĕ чухне чĕрене çемçетмелле сăмахсем каламаншĕн çиленнĕ. || С одной стороны. Изамб. Т. Çитменни пĕр хуплат, тата кин: ĕçлеместĕн, тесе, пĕр вăрçат. || Иногда употребл. в смысле «замечательно». Орау. || Иногда является как бы вставкой и не переводится. П. Пинерь. † Вăрман хĕрри каюлă, пĕр ярса утсем транас çук. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм. Н. Карм. † Кăçалхи пĕр ута, ай, çуласси; çулассинчен питĕрех пухасси. Çак тăвансене пĕр курасси; курассинчен питĕрех уйрăласси. Шибач. † Лаши пĕр йортать, поçне пĕр утать, вăрăм пĕр çолне çитесшĕн. N. † Ах, аннеçĕм, анне, пĕр çуратрăн, ӳстертĕн, пама вырăн тупмарăн. Турх. Ăшра мĕн пуррине каласассăн, пĕр хурланнă чунăм пĕр ĕсĕклĕ (будет всхлипывать). АПП. Ямшăксенĕн пуши — вăрăм пушă, пĕр çавăрса çапасси час пулмасть. Баран. 54. Çитнĕ ялта пĕр Тарас çавăн пек пумилкке туса хăварнă. IЬ. 130. Хăш та хăш чул ытла та нумай пулать; пĕр хăйсенченех тусем, сăртсем пулса тăраççĕ. Абыз. † Килях та пĕр, ывлăм, темерĕ (дуб). N. † Вуник пĕр юман пĕр кутра, турачсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă. Сунчел. † Кашăк аврисене сăрлама вуниккĕ пĕр мăскал сăр кирлĕ. N. Кĕмĕлтен çĕрĕ хывтартăм, вуникĕ пĕр кĕмĕл укçаран. Образцы 59. Курки аврисене сăр сарлама вуникĕ пĕр тĕслĕ сăр кирлĕ (12 разных красок). N. † Хурăн пĕр айĕнче ик сулă: пĕри ылттăн, пĕри кĕмĕл. Альш. Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек, хуçăлтăмăр çĕмĕрт пĕр туя пек. IЬ. Аврăлă куркан аври ылттăн, çавра пĕр куркан тĕпĕ ылттăн. (Здесь можно понять и в см. «единственный»). N. Вуникĕ чĕкеç пĕр кашта (заняли весь шест), юрласа пĕр юрри пĕтмерĕ. Пазух. Сĕтелĕрсем çинчи сĕтел çитти, утмăл та пĕр çитмĕл те, ай, çӳçи пур. Шел. 7. Ылттăнăм та çук ман, кĕмĕлĕм çук, пĕр Мускавран килнĕ те мулăм çук. (Можно понять и в смысле: «ни одного»). Юрк. † Эпир çак тăвансемпе пĕрле пусан, калаçса пĕр сăмахăмсем пĕтме-çке. Альш. † Сатраях та çырла пиçет-çке, тĕрлĕрен пĕр курăкпа варшăнса. Собр. † Ларсам, ларсам, тиеççĕ. Хăш-пĕр енчен ларам-ши? (Здесь можно понимать и как «хăш-хăш», который). || Альш. Пĕр шӳтле вăл (одна комедия), хĕри-пăраç ĕçки. || Выражает любовное отношение. С. Тим. † Икĕ пӳртçĕм, пĕр пӳртçĕм, йĕри-тавра тĕкмеçĕм. Тайба-Т. † Ĕнтĕ хирте тăман çăвать-ĕçке, ял хушшисем те пĕр епле-ши? Янтик. Çаранăн та пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен: Ачач 110. Килте пĕр аннене каласа парап ĕнтĕ, тесе малтанах шутласа хурать. || Вплоть до. N. † Мамăк минтер, тĕк тӳшек: пĕччен ан вырт, иккĕн вырт. Пĕрех пĕччен (в одиночку) выртсассăн, пĕр вилеччен ӳкĕнĕн.

пĕрмай

постоянно, все время, всегда. Кан. Вăхăт пĕрмай пĕр килменни хуплать вĕт. N. Ăçтан кайнă, çавăнтан килмеле полтăр, çол ан олăшăнтăр. Пĕрмай килмеле пултăр. N. Мĕншĕн пĕрмаях ял тăрăх чупатăн-ши? СПВВ. Х. Пĕрмаях, пăрмаях. || Потихоньку. N. Эпир кунта пĕрмай пурăнатпăр-ха. Завражн. Пĕрмай траппăр-ха. N. Пĕр май ĕçлекелесе пурăнатăп-ха.

пĕрремĕш

первый, первейший. Богдашк. Эпĕ хам та çав ялта пĕрремĕш ăслă çын, çавăнпа та çав мана услам пулчĕ, тесе калать, тет. СТИК. Вăл пĕрремĕшĕнчех ывăнчĕ те, малалла ăçтан йăттăр. (Пĕр-пĕр çын тавлашса пĕр пăтлă кир муклашкине алăпа пилĕк хут çĕклемелле пултăр, вăл пĕрре çĕкленĕ те ывăннă, ăна вара çапла калаççĕ).

Раççей

Россия. Кĕвĕсем. Ай-хай, тăванăмçăм, пĕр чунăмçăм, курсан курăпăр Раççейре, Раççейре мар-çке тĕлĕкре. Карсун † Çак пирĕн тăвансем ылттăн пек, Раççейре çӳрен укçа пек. || Государство. Якейк. Америкри Раççейра мĕлле халăх порнать? (Раççей — в смысле государства). Шорк. Çĕр вĕçи-хĕрине ăçтан çитĕн, Раççей вăл питĕ пысăк вĕт (в см. всего мира).

Ренпур

назв. гор., Оренбург. Сунчел. Ренпур çулĕсем ăçтан иртет? — Чуллă çырмасан пуçĕнчен.

ака-пуç

(ага-п̚ус’), i. q „ака“, то же, что ака“, aratrum, плуг, сабан (v. р. 66). СПВВ. Ө.Н. Ĕлĕк çынсем суха ака-пуçпе сухаланă, тет. Говорят, что прежде люди пахали сабаном. Сирах. 72. Ака-пуç тытса пыракан ăçтан ăслăлăх пухтăр?

ал-хапăлта

(ал-х̚абы̆лда), cum est festinandum, спешно. Сред. Юм. Кõ япалана ал аннерех (i. e. айнерех) хõрас-чĕ-ха, ал-хапăлта тõхса каймалла пõлсан шыраса тăмалла ан полтăрччĕ. Эту вещь надо положить поближе, чтобы не пришлось искать, когда придется спешно ехать куда-нибудь. СПВВ. ИФ. Ал-хапăлта-алă айăнчи (i. е. айĕнчи) япала. „Ку япала ал-хапăлта кирлĕ пулать те, ăçтан илес пулать“, теççĕ. „Ал-хапăлта“ — вещь, находящаяся под рукою. Говорят: „Эта вещь может спешно понадобиться, тогда откуда ее взять?“ (Объяснение неудачное).

аппай

(аппаj), v. admirantis, quae nonnumquam etiam cum stomacho quodam proferri solet. Выражает сильное изумление, иногда с оттенком неудовольствия. Конст. Чув. Вăсем пурте: „Аппай! ăçтан пĕлсе пĕтертĕн эсĕ кăсене ку таранччен тĕплесе?“ терĕç. Все они вскричали в изумлении: „Господи! (или: батюшки мои!) каким же образом ты узнал все это с такими подробностями?“. Якей. Апаай! эс пит осал! Ах, какой ты, однако, озорник! Орау. Аппай! апла калаçмаçтьчĕ-çке-ха вăл! Господи, боже мой! да, ведь, он вовсе так не говорил! Орау. Аппай! Ку çап-çарах усалланса кайнă-ç! господи! да он совсем избаловался! Орау. Аппай! хытă каять!... Ах, как быстро идет (напр. поезд жел. дор.). Ib. Аппай! апла марччĕ-çке-ха вăл! Господи! да ведь это (вовсе) не так было! (живое опровержение слов собеседника).

аппин

(аппин’), i. q. эппин. КС. Аппин ăçтан тăрантармалла вăсене! А откуда же (взять средств, чтобы) их прокормить? Susp. Сомн. Вместо этого у других эппин.

кая хăвар

унизить. Чăв. й. пур. Айăп тупса ăçтан та пулин кая хăварасчĕ, теççĕ (унизить). || Отложить. Юрк. Туя нумайтарах вăхăта каярах хăварма тăрăшаççĕ.

карта кĕр

попасть в зарубку! || В перен. см.: входить в счет зрелых людей. Альш. Карта кĕмен япала! (бранят подростков и больших). Ib. Ăна халĕ ăçтан ăса кӳртетĕн, вăл карта кĕмен япала («он вне счета обыкновенных людей»).

касарма

(казарма), казарма. СТИК. Çав касарма пек çурта (здание) ăçтан хутса ăшăтан? Ib. Касарма пек пӳрт — обширная большая изба. В. Буян. † Патша касарми чул касарма, ахутаран каякан пĕри çук.

кирик

то же, что кирек. Ст. Яха-к. Ĕнтĕ эпĕ паян хутте кирик кам килсен те, килтен тухассăм çук. Ib. Кирик ăçтан та. Аттик. Кирик мĕнле.

кум

(кум), кум. Альш. Çич сакăр çухрăма ăçтан ик-виç çын тиесе çӳрен? Пăрăнтăка каят та, кайсан: кĕме çын пултăр, тесе, вырăса кум тăват: «вырăс кум.», «кума-майра» тет Пăрăнтăк майрине, Пăрăнтăк вырăсне. N. Çырăва кумсене парса яратăп. Вомбу-к. Кум (хĕреснашшĕне калаççĕ). К.-Кушки. † Ай-хай, пĕр кумаçăм пĕр кумçăм! сирĕн кивĕ уйăхра тунă сăрăрсем, икĕ питме çапрĕç хĕрлисем! См. кума.

ӳк

(ӳк, ӳк), падать, пасть; упасть, свалиться; впасть, выпасть. Орау. Кайнă чухне чӳречесене хупса хăварăр, тата унта-кунта астуса тухăр, вут ӳксе юлнă ан пултăр (чтобы где-либо не осталось упавшего огня). Сред. Юм. Ӳке парсан (если вдруг упадешь), пуçна çȏрса пăрахан вит! Изамб. Т. Кăна ӳкеччен хĕнес тесе, çынсене чĕнсе пухнă. Собрали народ, чтобы избить его до полусмерти («до упаду»). N. † Ой (хир) варинчи тӳрĕ çăка, кассан ӳке памĕши? К.-Кушки. Санăн тăватă шăлччĕ; малтан ӳсĕрсен, икĕ шăлă ӳкрĕ; тепре ӳсĕрсен, тата иккĕш ӳкрĕç. У тебя было четыре зуба; ты выкашлянула сначала два, а потом остальные два. Регули 1449. Ӳктĕр, тесе, ятăм. Я выпустил его, чтобы он упал. Орау. Ӳксе, сăмсине çĕмĕрнĕ. Упал и разбил себе нос. О землед. Кăчуне тата хăш-хăш çынсем навуса анасем çине хĕлле е кĕркунне, юр ӳкиччен (до снега), тăкаççĕ. Чураль-к. Пĕчĕк-пĕчĕк çăраççи ӳкрĕ-ӳкрĕ çухалчĕ; уйăх курчĕ, хĕвел илчĕ. [Сивĕ пăх (чит. пŏх), т. е. блистание снега]. Юрк. † Кĕмĕл черкке пулăтăм, атте аллинчен ӳкмĕтĕм. Ау 13°. Урмак-маки: ӳкем, тенĕ çĕртен (приготовившись упасть), тепĕр йывăçран ярса тытрĕ (ухватился), тет. Т. VII. Хайхисем пыллă сăрана, ӳсĕрĕлсе, ураран ӳкичченех ĕçнĕ, тет (напились до того, что свалились с ног). Хорачка. Вăлсаня ĕçтерес-çитерес полат ӳкиччен. || О снеге, отблеске и пр. Альш. Миххайла праçникĕ таврашĕнче юр ӳкет ӳкнĕ çул. Около Михайлова дня в иной год выпадает снег. Хыпар № 39, 1906. Каçпала тĕрлĕ енче пĕлĕт çине вут çуттисем ӳкеççĕ. По вечерам в разных местах виднеется зарево. || О всякого рода случайностях. Богдашк. † Тантăш тухса кайрĕ те, хуйхă ӳкрĕ пуç çине. Подруга вышла замуж, и мне пришлось горевать. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (пала на сердце дума о доме). Чăв. й. пур. Пуç(а) ӳксен, пушмак. Если случится нужда, то (сошьешь) и башмаки. (Послов.). || О растениях на корню, повалившихся в одну сторону. Нюш-к. Пăрçа хăмăлĕ ӳксен, когда стебель гороха повалится на зеклю. КС. Тырă ӳксе пулнă (= лайăх). Хлеб уродился замечательно хорошо. || Слететь. Юрк. † Хурпа кăвакал калаçаççĕ: патшанăн аслă кӳлне ӳкес, теççĕ. Гусь с уткой совещаются о том, чтобы слететь на царское озеро. || Спадать. О сохр. здор. 42. Чĕрнесем ӳкеççĕ. Ногти спадают. Чув. календ. 1907. Çак хĕрелсе тухнă япала (сыпь) 2—3 кунран çухалать. Ун хыççăн ӳт тирĕ хăпаланса ӳке пуçлать (после этого кожа начинает шелушиться). || Впадать (в горе). Жит. св. Январь. Вăл турă çине шаннипе нихăçан та хуйха ӳкмен (не падал духом), яланах савăнăçлă сăнпа тăрса, турра мухтанă. Псалт. 142,4. Чунăм хуйха ӳкрĕ. || Угодить (попасть). N. Вăрăм-вăрăм чăрăшсем вăрман хыçне кайс' ӳкнĕ; вăйя тухман аппасем каччă хыçне кас' ӳкнĕ (угодили к парням). Хыпар № 4, 1906. Эсĕ тĕне кĕмен чăвашсене каласа ăнлантар: вĕсем тутар ултавне ан ӳкчĕр. Истор. Вăл пит аслă ӳкĕ святой çын пулĕ. Альш. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк пуç чухрах çĕре ӳкеçке (= ӳкет-çке). Чем люди живы. Епле вара эсĕ çул çине пырса ӳкрĕн? тет Матрӳни. Как же ты угодил прямо на дорогу? ― говорит Матрена. Сир. 15. Вăйлă çынпа ан хирĕç, хăçан-та-пулсан ун аллине ӳкмелле ан пултăр. Орл. II, 248°. Пичĕшĕ патĕнче туй ӳкĕ, шăлнĕ патĕнче çĕр выртĕ. (Кăвар). У старшего брата поезжане (во время свадьбы) попируют, а у младшего — заночуют. Панклеи. Пырсан: таста сăмах ӳкĕ, тесе (ирех полчĕ те), хăвасам тохиччен, айăкра лартăм (чтобы не было лишних разговоров). || Добраться. N. † Атьăрах та чупар-ха, чупар-ха, кĕпер çине ӳкер-ха, ӳкер-ха! Кĕпер çинче мĕн пур? тет, мĕн пур? тет. || Выпасть случаю. N. Тухса кайма май ӳкнĕ, илекене йӳн ӳкнĕ. Выпал случай выйти замуж самокруткой, а жениху — дешевка. || Нападать. А. П. Прокоп. † Çуллен тулă акаттăм, куллен хĕрхӳ (хищн. птица) ӳкеччĕ. Юрк. † Ахванеç чикрĕ пуçне стайккана — виççĕн харăслатса ӳкремĕр, виççĕн виçĕ çĕклем вутă йăтрăмăр, улахăн (scr. улăхăн) кăмакине хутрăмăр, Ахванеçе унта чикрĕмĕр, пĕр наччасрах чунне илтĕмĕр. Афанасий сунул голову в кадку, а мы, все три (девицы), сразу накинулись на него (здесь пропуск?). Потом мы, втроем, принесли три ноши дров, затопили печку, сунули туда Афанасья и быстро умертвили его. Чув. календ. 1904. Хăш чухне пахча çимĕçĕсем çине пыйтă-пăрçа ӳкет. Иногда на огородные растения нападают разные вредные насекомые. || Возникать. Альш. † Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек. Богдашк. || Ай, тăванăмсем, тантăшăмсем, эпир ĕлĕк чухне пурăнни тĕлĕкрех ӳкеет-ĕçке куç умне. || Переходить (на чью-либо сторону). Юрк. Вĕсем вырăссем енне кайса ӳкмен пулсан... Если бы они не перешли на сторону русских... К.-Кушки. Вĕсен енне кайса ӳкнĕ. Перешел на их сторону, стал действовать с ними заодно. || Отпечататься, отразиться, быть написану. N. Манăн статья хаçат çине начар ӳкрĕ. Моя статья в газете отпечаталась очень неясно, слепо. Духовн. паст. Çавă пичетсемпе ăвăс çине пичет пуссассăн, пичет паллисем пĕр-пĕринчен уйрăм ӳкеççĕ-и? Б. Хирлепы. † Хусана карăм ят пама, ят парса та ят ӳкмер. || Составлять, равняться (о мере). N. † Атте килĕ улăх пак, утмăл чалăш вăл ӳкет (равняется 60 саж.); утмăл утăм утсассăн, пирĕн аттене юрăн-ха (угодишь нашему отцу, т. е. твоему свекру). || Обходиться (в смысле стоимости). Хыпар № 30, 1906. Пĕр пăт сахăр савăт хуçисене 1 тенкĕ те 60 пуса яхăн ӳкет. Пуд сахару обходится самому сахарозаводчику около одного рубля 60 коп. N. Мĕн хака ӳкессине... Во что обойдется... N. Вĕсем ăна ултă тенкĕ анчах ӳкнĕ. Они обошлись ему всего в 6 руб. Хыпар № 46, 1906. Ăна укçа пит хакла ӳкет. Деньги обходятся ему очень дорого, т. е. он затрачивает для добывания их много труда. || Приходиться (безл.). К.-Кушки. Мана вутă тултма ӳкрĕ. Мне пришлось носить дрова. N. Колач пĕçерме ӳкрĕ. Пришлось печь калачи. || Лишаться. Псалт. 48,15. Вĕсем чаплăхĕсенчен ӳкĕç. || Окончиться. Орау. Ака ӳкнĕ = ака пĕтнĕ. IЬ. Çĕртме ӳксен, пĕр-ик эрнерен ута каяççĕ. Недели через две по окончании пара выходят на сенокос. IЬ. Ака ӳксен, пирĕн касу кăлараççĕ. По окончании яровой пашни у нас выгоняют на пастьбу табун. || Падать в цене, дешеветь. В. Олг. Паян çăмарта ӳкет-и? (хăпарат-и). Падают ли (поднимаются-ли) сегодня в цене яйца? Шибач. Эреке ӳксе-и? Подешевело ли вино? КС. Тырă хакĕ ӳкнĕ. Цена на хлеб упала. || Уступать (в цене), делать уступку. Юрк. Эпир унтан кая пĕрте ӳкместĕпĕр. Мы больше ничего не уступим. Изамб. Т. Ӳк, ӳк пăртак. Уступи немного. Хурамал. Пилĕк тенкĕ ыйтрĕ те, пĕр тенкине ӳкрĕ (уступил рубль), тăват тенкĕ пачĕ. || Начинать(-ся), приниматься. Трхбл. † Çулаях та тăрăх анам пур, хăш йăранĕнчеп ӳксе вырам-ши? В. Ив. Вĕсем ку ĕçе çуркунне, ăшăта пуçласанах, тытăнса, кĕркунне, сивĕ ӳкеччен (до наступления холодов), ĕçлеççĕ. Сред. Юм. Çав ана çине вырма тин пырса ӳкрĕç, тавна темĕн чол вырса пăрахрĕç. Только что начали жать, а уже выжали много. Якейк. Леш аная пĕтерсе, çотри ани çине кайса ӳкрĕмĕр (начали жать загон на пригорке). К.-Кушки. Кăнтăрлана иккĕмĕш ана çине ӳкрĕмĕр. Кумпек (= кун пек) вырсан, тепĕр эрнерен пĕтеретпĕр. Орау. Санара-пуçăн анана сухаласа пĕтерсе, шĕвĕр çине ӳкрĕмĕр эпĕр кăнтăрлаччен. || Приводить к каким-либо результатам. Жит. св. Апрель. Вара Сисиний, хăй ӳкĕтлени ним вырăна та ӳкменнине курса, вĕсене çунтарса ямалла сут тунă. || Сбиваться (о масле). Якейк. Паян уçласа ăвăнтăм, çу ним туса та ӳкмеçт: те пĕçертсе ятăм (вĕри шывпала), те сив шу кирлĕ. || Заболеть, слечь. О сохр. здор. Çак çын чĕрĕличченех, ӳнăн чирĕпех çав килте тепĕр çын ӳкет. Никит. Анчах нумаях та пулман, çак Петр Михайлов халсăр пулса та ӳкнĕ. НТЧ. Элекка пĕр кун çӳрет, икĕ кун çӳрет, тет, хайхи ураран та ӳкрĕ, тет. || Пасть (умереть, о животном). См. пăч-пач. Ст. Чек. Лашисем ӳкрĕç. Их лошади пали. Истор. Вăл лаши ӳкнĕ, тет те, тарçисем ăна хула тулашне кăларса пăрахнă, тет. Сборн. по медиц. Сибир чирĕпе хăш-хăш çĕрте выльăх час-часах ӳкет, хăш çĕрте сайра ӳкет. || Сред. Юм. Пирн хыçа ӳксе вырăр. (Говорят артели, если загон не широк, когда велят начать жать сзади и по направлению к говорящему). || Вспомогательный глагол (см. «Оп. иссл. чув. синт.» II, стр. 57). Шел. 100. Хăш тĕлтен вĕçсе ӳкрĕн-ши кунта? Б. Яныши. Çак тилĕ мĕн пур пуллисене йăлтах çĕрелле пăрахса пĕтерчĕ, тет те, хăй те тухса ӳксе юлчĕ (выпала), тет. Юрк. † Сире курсан, сиксе ӳкрĕм (спрыгнул) çав сарайран сӳлĕ пусмаран. Актай. Кунăн арăмĕ сывлăшпа хăй ăшнеле туртать, тет те, лашасем ун ăшне пурса (= пырса) ӳкеççĕ, тет. Его жена вдохнула в себя воздух, и вместе с воздухом втянула в себя и лошадей. N. Ĕнер каçпа ку чулсем çук-чĕ-çке, ăçтан килсе ӳкнĕ вĕсем? тенĕ. Юрк. Тăрсан-тăрсан (вут), урамăн тепĕр енне те кайса ӳкет. Через некоторое время пожар перекинулся и на другую сторону улицы. Альш. Чупать, чупать те, аран çитсе ӳкет (добегает) пĕр çын тĕлне. N. Эпир хĕпĕртесе ӳкрĕмĕр. Мы очень обрадовались. N. Савăнсах ан ӳк. Не очень радуйся. Хыпар № 31—2, 1906. Çакна илтсен, земский пĕтĕмпех хыпаланса ӳкнĕ. (затомашился). Толст. Хир сысни хăй çине сиксе ӳксе (накинулась), вилмеллех хырăмне çурса пăрахре, тет. Мар. Егип. Арăм кĕл-туса тăнă вăхăтра, Зосима пĕтĕмпе хăраса ӳкнĕ (перепугался). N. Вара халăх хăраса, сехĕрленсе ӳкнĕ (перепугался). Хыпар № 35, 1906. Çавăнпа правительствопа çĕр нумай тытакан улпутсем хăраса ӳкрĕç. Букв. I ч. 1904. Ку улпут пек манăн пĕр сехет анчах пурăнса пăхасчĕ: кĕрсе ӳксеттĕм вара ырă пурăнăçа! тет (ну и зажил бы я тогда!) Чăв. й. пур. 22. Хăй те вырăнтан тухса ӳкнĕ. И сам лишился места. Якейк. † Çăлтăр виттĕр çол корнать, эпĕр каяс çол корнать; хăçан çитсе ӳкем-ши? (доберусь). N. Çавăрнса пăхрăм та, Матьви киле парать, аран тарса ӳкрĕм (едва удрал). Истор. Изяслав хăй те Киеве аран тарса ӳкнĕ (убежал, т. е. добрался до самого Киева). М. Чолл. Аран тарса ӳкрĕмĕр пĕр çырмана. Едва успели добежать до оврага. N. Катăлса ӳк, отломиться и отпасть; татăлса ӳк, оторваться и отпасть; çĕмĕрĕлсе ӳк, разбиться и упасть. Сред. Юм. Татса ӳксе выраççĕ. (Загон не широкий, а жнущих много, поэтому начинают жать в разных местах загона, т. е. один с одного конца, другие с середины, а третьи ближе к другому концу).

ӳсĕм

рост; возраст. Орау. Çын ӳсĕмĕнче (в период роста) ăна-кăна курмасăр ӳсмест. Альш. Ӳсĕмне кура хăйне вăййи тупăнать. Он находит игру себе по возрасту. Сборн. по медиц. Вăл ӳсĕмре çыннăн ĕçлесе, савăнса, выляса-кулса анчах пурăнасчĕ, — чирлĕ чух ăçтан аса килччĕр ĕнтĕ вĕсем! В том возрасте человеку нужно бы быть полным деятельности, жизнерадостности и игривости, а болезнь отгоняет всякую мысль об этом. К-Кушки. Ман ӳсĕмрисем. Люди моего возраста.

ăмăр

(ы̆мы̆р), грудь животного. Книга для чтения 10. Шурă ăмăрне çулакаласа выртатчĕ. Лежала, облизывая свою белую грудь. N. Ăмăр, грудь животного. СПВВ. Ăмăр ― грудь у животных. Ч.С. Вара лашанăн ăмăрне, пĕççисене, чарисене хыпалакаласа пăхрĕ те: лаша акă ăçтан шыçăна пуçланă, тесе, лашанăн кайри чарине хыпаласа кăтартрĕ. СПВВ. ТМ. Ăмăр — выльăхăн мăйĕ айĕнче пырĕ тăрăх ашĕ усăнса çӳрет, çавна вара: ай-ай, ку выльăх таса, ăмралă! теççĕ. «Ăмăр» это свешивающаяся часть тела под шеей скотины, вдоль глотки. См. шăлкала.

ăс-ăн

умственные способности. Шел. II. 64. Ăçтан сăмахĕсене тупса çитерет, епле ăсĕ-ăнĕ çитет! терĕ.

ăсла

придумать, выдумать; размышлять. мыслить. Т. Григорьева. Ăсли ăсласа иличчен, ухмахĕ персе ярать, теççĕ. (Послов.). Пока умный придумает, дурак уже скажет. Цив. Ăсла-размышлять. Посл. 22,16. Эпир сире хамăр Иисус Христос туррăмăрăн хăвачĕ çинчен, вăл килни çинчен чеелĕхпе ăсласа тупнă юмах хыççăн кайса пĕлтермерĕмĕр. О землед. Ăна кăшт анчах кăтартса памалла, малалла ĕç ăçталла каяссине вăл хăй те ăсласа тупать. Ему только немного показать, дальше он сам додумается, в чем дело. Учите детей. ЬIйтсан: сана мĕн кирлĕ? тиес пулмасть, лайăх, ăсласа, каласа парас пулать. Если спросят дети (о чем-нибудь), не нужно говорить: «что нужно тебе?» — а надо подробно разъяснить (спрашиваемое). Баран. 139. Пит ăсласа тунă. Сделано с большим умом. Латыш. Шухăшласа, ăсласа çӳренĕ (шаланкă). N. Эпĕ: ку кĕнекене епле çын кăларнă-ши? ăçтан ăсласа тупнă-ши? тесе ыйтрăм. Я спросил: «Какой человек выпустил эту книгу? Откуда хватило у него ума (написать ее)?»

ăçтан

(ы̆с'тан), откуда. N. Ăçтан пулнă ку пуç, ăçтан тухнă ку ăс! Где зародилась такая голова, откуда этот ум! Откуда эта голова, откуда этот ум. Пазух. Шур Атăл çырансем, ай, çӳлĕ-çке, лашасене ăçтан та ĕçтерес? || Как? каким образом? Орау. Пĕри калать: ку ака уйăхĕ пĕтрĕ, çу уйăхĕнче тин акана тухатпăр, тит. Тепри калать: ăçтан ака уйăхĕ пĕттĕр, халĕ акана та тухман та, ку пĕтнĕ уйăх пушă уйăх, ака уяхĕ тин тăва-ха, тит. N. Ăçтан çӳрейĕ вăл, çӳреймес. Как ему ходить, не сможет он ходить. Ч.П. Эпир ăçтан юрасси пур? Как мы можем понравиться. N. Йĕмесĕр-кулянмасăр ăçтан пултăр! (как не плакать!). Альш. Çамрăксем çапла вĕт вĕсем; акă эпĕ ватăлатăп та, выляс-кулас килмест ĕнтĕ! Тет. ― Ăçтан ватă-ха эсĕ? тет пĕри (какой ты старик! — т. е. ты еще вовсе не старик). СТИК. Ăçтан-та-пусан (= пулсан) турă каялла çавăрса килтĕрех! («Ăçтан та пусан» выражает не «откуда-нибудь», а «как-нибудь»).

ăçтан килчĕ унтан

откуда ни попало; отовсюду. Чув. календ. 1910. Стенисене, ăçтан килчĕ унтан, тимĕрсемпе тыттарса пĕтереççĕ (обивают железом).

ăçтан кирлĕ унтан

то же, что ăçтан килчĕ унтан. Юрк. Ăçтан кирлĕ унтан сивĕ çил вĕрет. Отовсюду (в передбаннике) дует холодный ветер.

ăçтан çитнĕ унтан

то же, что ăçтан кирлĕ унтан. СПВВ. Ăçтан çитнĕ унтан = ăçтан килчĕ унтан.

лапанкă

(-баҥгы̆), низина. Çутт. 42. Тĕтĕм (дым) ял çывăхĕнчи лапанкăсенелле сарăлать. Альш. Çырма ăçтан пуçланни те курăнмаст. Аранçĕ лапанкă килет-килет те, Сĕве хĕрринелле, унтан çинçелсерех каят (общая характеристика оврагов).

лĕнчĕр-ленчĕр

слабый. СТИК. Лĕнчĕр-ленчĕр чĕркуççи (тĕрексĕр чĕркуççилĕ çынна калаççĕ). Ib. Лĕнчĕр ленчĕр хул пуççи („показывает слабость“). Г. А. Отрыв. † Лĕнчĕр-ленчĕр кĕлетке, тăлăхăн-туратăн ӳснĕскер, ăçтан çич юта юрĕ вăл?

май-шыв

способ. Шел. II. 25. Пĕр тытăннă ĕçĕнне майне-шывне тупĕçĕ, мĕскер тăвас тенине тума пулнă — тăвĕçĕ. N. Эй вутту – масару! уншĕн çуртăма çĕмĕрсе пĕтерчĕç; кайнă пулсан, луччă, çĕнĕ çурт лартăттăмăр; хăлĕ ĕнтĕ ăçтан майнĕ-шывне тупса, пĕр çĕре пухса лартас. || Толк. Шел. II. 14. Майне-шывне тупас çук, пĕтĕм тĕнче пăлханчĕ.

меллештер

устраивать, упорядочивать. Чист. N. Унта çитсенех, паллă, кăпăр-капăр вăрласа пынă хĕрĕн туйне тунă пек, часaх ăçтан кирлĕ унтан пухăнса, туй тумашкăн меллештере пуçлаççĕ: сĕтеллисем çине çăкăр-тăварсем кӳртсе лартса, купăççăсене чĕнсе пырса, купăс калаттара пуçлаççĕ.

мăкарич

(мы̆гарич’), могорыч. Рук. календ. Прокоп. Йĕп илес пулсан та, мăкарич калаçаççĕ. Тырă вырма тытсан та, мăкарич ĕçеççĕ. Календ. 1911. Япала илсен-тусан, мăкарич тăвас йăла ăçтан тухнă вăл? Кан. Шеюк Хĕветĕрĕнчен ана тара илнĕ йĕркепе мăкарич ĕçме шутланă.

йăла

(jőла, jы̆ла), обычай, обряд. Ч.П. Эпĕ кăларнă йăла мар, авалтан каланă сăмахсем. Не мною придуманный обычай, а старинные слова (речи). N. Чăвашăн кĕл-тăвакан йăли. Обряд моления чуваш. Истор. Ун чухне йăла çапла пулнă. В то время был такой обычай. С. Çĕнĕрен йăла кăлар. Завести новый обычай. Латыш. Ку чăваш йăлине авалхи тĕне кĕмен карчăксем анчах пĕлнĕ. Этот чувашский обычай знали только древние некрещеные старухи. Ч.С. Ваттисем ку йăлана ахаль кăларман: чир-чăр кайтăр, тесе, туртса кăларнă. Т. Ачасем çăмарта пухас йăла çинчен. Об обычае детей собирать яйца. Пазух. Акса пулман урпана лартса тума йăла çук (нет обычая сажать ячмень). || Привычка. Сред. Юм. Мĕн йăла ô сан? Какая это у тебя привычка? Изамб. Т. Манăн темле йăла: пăртак ĕççен, ăйăх килмест! Что за привычка у меня ― как немного выпью, так и лишусь сна! Орау. Кулас йăлипе вара вăл. Это он по привычке смеяться. Учите детей. Пĕчĕккĕлле вĕреннĕ йăлана та нимĕнпе те пăрахма çук. И привычку, усвоенную с детства, трудно бросить. Тюрл. Ача-пăча йăлине пăрах. Оставь детские забавы и пр. || Дурной нрав (характер, свойство); норов. Сред. Юм. Кô лашан йăли полмалла (= чăкăмăçлать полмалла). Кубня. † Лупашкара мукка пур, темĕскерле çырла пур; вăйя тухман хĕрĕсен темĕскерле йăли пур. (Вăйă юрри). СТИК. Ку лаша тем чăрманма пăхат няк; йăли çук-и ун? Лошадь что-то не идет; не упряма ли (не с норовом ли) она? N. Йăласăр лаша, лошадь без какого-либо дурного свойства. || Характер. Юрк. Чăваш çыннийĕн йăли çапла ĕнтĕ: кирек хăçан та çын умĕнче намăслă пуласшăн пулмасăр, ырă ятлă пулма тăрăшат. КС. Усал йăлалă. С дурным характером или обычаем. || «Проформа». Юрк. Çуланни йăли мĕнĕ те пулмарĕ. Намаслить не намаслила. Ib. Йăлишĕн анчах вĕренеççĕ. Учатся только для формы. Альш. Хĕр ăхаль-кăна, «йăлишĕн» хирĕнсе тăрать (упрямится). Юрк. Хĕл кунĕ, сивĕ çил; мунчи пăлтăрĕ алăкĕсем йăли-кăна; ăçтан кирлĕ унтан сивĕ çил вĕрет.

йăмлăх

материя (вещество). Крайне сомн. сл! N. Хăйсем вĕсем час-часах калаççĕ: ăçтан йăмлăх (маттери) пулнă? теççĕ. Ib. Хăш çынсем: маттери (йăмлăх, япала амăшĕ, япалалăх), чăсăмлăх (пространство) ĕмĕр-ĕмĕрех пулнă, вĕсене никам та пултарман, тесен, ĕненмеççĕ. Ib. Ăслă çын та пĕр тĕслĕ йăмлăхранах (маттеринченех) пулнă. (Я думаю, что этого слова в языке нет).

вĕлтти-велтти

легко (перепрыгивать). СТИК. Хӳме урлă вĕлтти-велтти каççа карĕ. || Легкомысленный. СТИК. Питĕ çăмăлкка çынна: ытла пит вĕлтти-велтти-ĕçке; ăçтан турă туса янă! (теççĕ).

васкаварлă

второпях, на скорую руку. N. Васкаварлă пулнă япала ăçтан аван пултăр? Сред. Юм. Васкаварлă тукаларăм та эп ôна, çавăнпа начартарах пôлчĕ ôлă.

вутă

или вут, вотă или вот, дрова. См. вут. Юрк. Кивĕ пӳртне, улăшша илнине, вутта (на дрова) хутса пĕтерет. N. Ăна вут чĕртсен. БАБ. Унта вутте (вм. вутти те) кирлĕ, тумтрĕ те кирлĕ, ăçтан илес? Хора-к. † Ялăм-йышăм ял тулли, килĕм-вутăм кил тулли. Моштауш. Вотăсам поçтарса килтĕмĕр те, воттине чĕртсе ятăмăр. СПВВ. ТА. Вотă = вутă. Ст. Шептах. Пĕрре эпĕ аттепе çĕрле вăрмана вутта карăм, (за дровами).

ил

(ил'), брать, взять; покупать, купить; снять. Ст. Чек. Пыл исе каяççĕ те, лере çăлран шыв исе, шĕветеççĕ. Рег. 96. Она исе каяссише исе кайман, орăхне исе кайнă. Взял не тот, который было надо взять, а другой. Вишн. 72. Вĕсем (воды) хăйсемпе пĕрле çĕр витĕр аннă чух тислĕке те илсе кĕреççĕ те, часах çав ăшăк пусса пухăнаççĕ. Хып. 1906, № 5. Кам илес тиекен илтĕр, манран илсе пулас çук, тет аслашшĕ (т.-е. я не могу купить). И. И. Орлов. В Ракове «илсе кайма кайĕ» = «илсе кайин». Тогаево Покр. Витресем порте мончара, кайса илесси терĕç. Орау. Лаши мĕн пур вăйĕпе чупса пычă чухне салтакки пĕшкĕнсе аллипе тăпра иле-иле пырать. Орау. Пĕри ман хушамата илнĕ (выбрал себе взамен своей мою фамилию). К. С. Эпир кăçал хĕлĕпех тырă илтĕмĕр (покупали всю зиму). Хып. 1906, № 28. Кама, мĕн те çĕр хуçине тӳлес? Кам хăй укçалла илнине кăтартĕ, ăна тӳлесен те юрать. Ст. Шайм. Ача: лешсене илнине кăна илĕпĕр, тет. Парень говорит: «Если уж те вещи сумели взять, то эту возьмем». Ист. Олег çапла тапăна-тапăна Чернигова туртса илнĕ-илнех (все-таки взял.). Чураль-к. † Авăн çапнă укçапа илсе ячĕç ка... на (cunnum). НАК. Ачанăн ашшĕсем ачи илес (scr. исел) тенĕ хĕре илес тесен, евĕч хĕрĕн ашшĕсене калаçтарма каять. Юрк. Шалуннине те чиперех илекен пулать (стад получать порядочное жалованье). Толст. Вĕреннĕ çын арăмне килне илсе кайрĕ, тет, вĕренменнине çавăнтах патакпа çапса илчĕç, тет. Толст. Вăл укçапа пĕр чăхă илсе ярать (на эти деньги покупает). Якей. Сарă вăрăм хĕрсене илессӳ çок (если не хочешь взять), ма астарас? Ирть-х. Вăл Атăл илчĕ он чохне, латти полмарĕ, окçи пĕтрĕ. Он тогда снял (с торгов) Волгу, но толку не вышло, а деньги ушли попусту. Рег. 1086. Ик кĕрĕк илме окçа патăм. Орау. Хам укçана илимарăм (или: кăларимарăм). Я и своих денег не выручил. СТИК. Çук, мĕн улмине калан! Илех тăратпăр та, ăçтан пултăр! Где уж тут в целости сохраниться яблокам, когда дня не пропускаем, чтобы не поесть яблоков. О сохр. зд. Вара пичĕ (наволочка) варлансан ăна час-часах илсе (сняв) çума та пулать. Рег. 1508. Вăл сана парсан, ил (возьми). Букв. 1908, 17. Аллусене ил (отними, возьми), мана сывлама йывăр. Бес. о земл. Малтанхи çуркуннехи сухапа тĕплĕрех тăвас пулать, суха кассисене (борозды) кĕçĕнрен илес (провести) пулать. † Илес-илес илесех, аваннинех илесех (невесту), хамăр ялтан илесех. Т. Исаев. Эй турă, тăхăр çулччен тырă-пулă акса туса илтĕмĕр, тăхăр çул хушшинче лайăх та, начар та тырă пулчĕ, эй турă, тата тепĕр тăхăр çулччен тырă-пулă лайăх пулма парччĕ. Т. Исаев. Çапла пĕр кун ятне илер-ха (возьмем, для примера, название одного дня). Цив. Каçпала пĕр çĕрĕк çăпата илсе кĕреççĕ. Букв. Пирĕн ялта пĕр çын пасартан сӳсмен илсе тавăрăннă тет. Шорк. Исе-исе лайăхрах атă илес. Если уж покупать сапоги, то надо купить получше. СТИК. Çĕр-улми илмелле кĕреп те туртап (чĕлĕм). Спускаюсь в подполье, как будто за картофелем, и курю. Рег. 500. Эс исе, эп илтĕм. Ч. С. Вăл вилеччен виçĕ çул малтан пĕр Çатра-касси çынинне тырă çинчен утне тытса хупнă. Ăна ахаль паман, виçĕ тенкĕ укçа илсе юлнă. Сборн. мол. 14. Вăл чура сăнне илсе, этем пек пулса тĕсĕпе çын евĕрлĕ пулса, хăйне хăй кĕçĕнлетнĕ. ССО. Илсе килтер, велеть привести. N. Египет çынннсем çине тинĕсе илсе пырса, тинĕс шывĕ айне турĕ. Шихазаны. Илсе ярас (купить) эппин пĕр сурăх, терĕç. Альш. Унта ахăл-ахăл тăваççĕ (молодежь): вĕсене хирĕç вăрманĕ янраса тăрать, сассисене илсе... Хып. 1906, № 27. Çапла ĕнтĕ ун пек патшалăхсенче халăх суйласа янă çынсем закон еркисене пăхса тăраççĕ, патшалăхри пайтасене, расходсене хисеп илсе тăраççĕ. Рег. 872. Порте илчĕç ĕçлĕксене (поç çинчен). К. С. Илмеллех ил, совсем взять. || Взять замуж. Никитин. Мана Хомок илмере илме (чит.: илмерĕ, илмерĕ) — курĕ-халĕ нушнине, курĕ-халĕ нушнине. Чураль-к. † Ялти маттур сар хĕрсене илме тăртăм, çул çитмест. Т. М. Матв. Илнĕ лаша ăнмасан, çулталăка хуйхă; илнĕ арăм ăнмасан, ĕмĕрлĕхе хуйхă. Ст. Айб. † Вĕтлĕх çулчи кĕл пулмĕ, пирĕн (чит,: пире?) илен хур пулмĕ. Изамб. Т. Эпĕ ун пек (такую) арăм илес çине (чтобы взять) авланмастăп та, теччĕ. Тăвйп. Иван вара урăх начартарах, çук çын хĕрне аран илсе янă. † Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма (взять за себя) полмарĕ. || Взять на военную службу. Урмай. Нурăс кулачи шур кулач; илес тесе карăм та, хамăра илсе пăрахрĕç. (Из солд. п.). || Стричь. Сред. Юм. Кам сана тутар пик илсе янă? Чирикеево. Çӳçне нумай илмен, кăшт-кăна кăрăхтарнă. || Оказаться в состоянии стронуть с места, свезти (о лошади). Изамб. Т. Мăклă лавсене лашасем çиле хирĕç ниепле илеймеççĕ (не могут везти). Букв. I, 1904, 71. Хайхисен лашисем харăс илсе, шыв пек кайнă. N. Утсем илеймерĕç. Лошади не взяли. || Заливать, понимать (о воде). Якей. Пилĕк таран шу илч (затопила), çаплах лармаçть (она). Шу мыя иле пуçларĕ. Альш. Етремене Сурăх ваççи юхса кĕнĕ тĕлте, мал енчи çеремре, пĕр çур ял вырăне пек çӳлĕ шыв илмен вырăн пур — тĕме. Богатыр. Шыв унта та тулса çитрĕ (поднялась) тет те, улпута мăй таран илчĕ, тет. || Резать, пилить (об инструменте). Толст. Илмест. Не берёт (пила). || Перетягивать. СТИК. Илеймест-ха=не перетягивает (чашка весов). || Выростать (о новом мясе). О сохр. зд. Чи çиелти тир пирĕн кивелсе, кирĕк пулса тăкăнса каять те, ун вырăнне аялтан çĕнĕ ӳт илсе пырать. Хып. 1906, № 43. Тĕттĕм çĕрте пурăнса куçĕсем е пит пĕчĕккĕленсе вăйсăрланса кайнă, е куçĕсене пĕтĕмпех ӳт илсе ларнă (заросли мясом). || Захватывать (не целиком, о пожаре). Орау. Вăсен пӳртне те вут илчĕ. И их изба загорелась. См. хып. || Умножать (в арифм.). || Начать одолевать в борьбе. Сред. Юм. Илсе-илсе пыраттăмчĕ (в борьбе), тепле ôрана хиртерчĕ те, çавăрчĕ-пăрахрĕ. Такки çĕнчĕ, терĕç вара çапах. || Futuere, terere. Ст. Чек. Эпĕ ăна, ох, илтĕм! || Дрыхнуть во всю. Якей. Эпĕр ăйха илеппĕр анчах. Мы знаем спим (много спим). Загораться. Пĕр шăрпăкпа илеймерĕ. От одной спички не загорелось. || Часто употр. в качестве вспомог. гл., даже если говорится о действиях неодушевл. предметов. См. «Опыт иссл. чув. синт.», II, 45, 52—55. Яргуньк. Хай çĕлен кайран калях çыпçăнса илчĕ (опять обвился вокруг шеи портного). Юрк. Пуçĕнчен çĕлĕкне хыпаланса хывса илсе... Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Ырашне çапса илсен, улăмĕ вута! терĕр пуль. Букв. 1904, I. Унтан пурте сăхсăхса илтĕмĕр (перекрестились) те, вăрмана кĕрсе кайрăмăр. Календ. 06 г. Вăл 24 сехетре пĕре çавăрнса илет (о земле). I-ая кн. для чт. 1912, 34. Ăна (клён) çил, вăрттăн пырса, кăшт сĕртĕнсе кайсан, вăл хăйĕн çулçисене вылянтарса, çавăркаласа пăхса илет. Хып. 1906, № 44. Халăх хăй те ăна сиссе илчĕ. Юрк. Ун патне килсеттĕмĕр çав, теççĕ те, тата урăх сăмах килаçса та илеймеççĕ, хай майра часах шалти пӳлĕме кĕрсе каят. I кн. для чт. 1912, 21. Шăпăр хулли хуçса илчĕ те, тытăнчĕ çунтарма (сечь, пороть). Чăв. юм. 1924, 32. Пĕр куç хупса иличчен. В мгновение ока. Чăв. юм. 1924, 17. Ак тамаша! Арча хуппине уççа ярсанах, симĕс-кăвак çĕлен-калта яшăлтатса тухрĕ. Хисепсĕр нумай. Авкаланса, хуçкаланса, хĕре явăнса илчĕç те, çавăнтах çиме пуçларĕç. К. С. Пĕрре... са илтĕм. Futui semel. Сред. Юм. Чӳрече витĕр кăçкăрса илчĕ. Увидал из окна и позвал к себе, и тот вошел. К. С. Тивертсе (или: хĕртсе) илтĕм. Прибил, отдул (кого). Юрк. Арăмĕ, ĕмĕрне çынпа килĕштереймен çын, кӳрши арăмĕне вăрççа илет. Ист. 354°. Хусана епле те пулсан туртса илес-илесех, тесе, çарă пуха Пуçланă. Ллыи. Кăна та юмăçă: пăхса вĕрсе илтĕм. тет. Толст. Пĕрре асапланса илсен, кайран çăмăл пулĕ. О сохр. зд. Куçсем часах ывăнса ыратакан пулаççĕ; вара ирĕксĕрех ĕçе пăрахса, пăртак канса илес пулать. БАБ. Анне ĕлĕк хампа асапланнине (со мною) шухăшласа илетĕн те, куççулĕ шапăрах юхса тухать. Сказки. Иванпа Петрăн (чит.: Петĕрĕн) лашисем те пĕр-пĕрне палласа кĕçенсе илчĕç, тет. N. Шухăшласа илме çук тĕлĕнмелле. Ч. С. Сăмса айне шăлнине ыттисем ан сисейччĕр, тесе: веçа килет! тесе, аллине тăсса кăтартса, сăмсине кăшт шăлса илчĕ, тет. N. Эпĕ вара ерсе илтĕм (поплакал). 93 çул. 68. Марккиз кулса илнĕ. Маркиз усмехнулся. Хăр. Паль. 19. Апатне те çăварĕ патне аран илсе пырать. И. Патт. 12. Эпĕ сире хĕрхенсе илсе çитертĕм (довёз), терĕ те лешĕ, чуптарчĕ хăй çулĕпе.

илмĕш кун

(Ил'мэ̆ш кун), на другой день (= тепĕр кун). Ст. Чек. || Накануне (во многих говорах). || В следующих ниже текстах значение этого выражения непонятно; может быть, оно имеет здесь различные значения. Александр Етрухин, Цив. Чăваш хăй арăмĕпе ĕçке кайни. Ĕçкине малтан хыпар (яраççĕ) пасартан е, хăйсемех кайса, чĕнсе çӳреççĕ. Сăра (ĕ)çме чĕнсен, вара арĕмĕпе упăшки, тумланса, кучченеçпе каяççĕ, а кучченеçне илмĕш (scr. илмеш) кунех пĕçереççĕ. Кучченеç уна пĕр хутаç чикеççĕ унта тĕрлĕрен: виçĕ пӳремеч, 4 кукăль, 5 кулач. Пӳремечисем паранкăран, кукăлисем кĕрпе кукли е пăрçа кукли, а кулачисем пăри кулачи е тулă кулачи. Вара çапла хăнана каяççĕ. Александр Етрухин, Цив. Чăвашсем ял хушшинчи чир-чĕре халăхпа тасаттарни. Акă епле. Ялта чир питĕ нумай пулать, вара çав ялта пĕр виçĕ е тăватă çын тупăнать чĕшмешшисем; вăсем вара калаççĕ: яла чир килчĕ, ĕнтĕ темĕн курăпăр-ха; путех таврари ялсем, тасатса килсе, пирĕн пусса тăкрĕçĕ пулĕ, çавăнпа пирĕн яла чир килчĕ. Пирĕн те ĕнтĕ тасатас пулать ял хушшине. Вара вăсем, халăх пуху пулсан е куланай патне пуçтарăнсан, калаççĕ: эй рипатă-халăх! Пирĕн яла чир килч-çке; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? тет... Вара халăхĕ те кăçкăрат: майне пĕлекенсем тасатăр эппин, теççĕ... Вара унтан илмĕш (scr. илмеш) кунне чăнахах çав тĕшмĕш çынсем пĕр пилĕкĕн тухаççĕ пурте хутаçпа, килĕрен чĕслĕрен çăнăх-салат, çăв, тăвар пуçтарса ялĕпех тухаççĕ. Уна вот епле пуçтараççĕ: пĕри ыраш çăнăх хутаççи çакнă та у унта ыраш çăнăх пуçтарать; тепри урпа çăнăхĕ пуçтарать; тепри салат пуçтарать, тепри тăвар пуçтарать, тепри çăв пуçтарать. Усем пурте пĕрле пуçтарса çӳреççĕ. Пуçтарса çӳренĕ чухне, калаççĕ: эпир чир-чĕре, усал-тĕселе тасатас тесе калаппăр-çке-ха. Вара кил-хуçи калать вĕсене: юрать, юрать; ăçтан-та-пулин сиппи килĕ-и, чипер çырлахтăр ĕнтĕ, тесе, чĕслĕрен çăнăхсем, салатсем парса ярать. Усем хапхаран тухса кайнă чухне, нимĕн пăхмасăр пӳртне чупса кĕрет те, пĕр курка тăрă шыв илсе тухса, урамала чашт! сапат. Çакă шыв пек тасалса, тухса кайтăр чир-чĕр, усал-тĕсел, ырă-хаярсем! тесе калаççĕ килĕ хуçисем. Вара çав пуçтарнă çăнăх, кĕрпе-салатсене пĕр чухăн, начар çын патĕнче пĕçереççĕ; ыраш çăнăхĕнчен çăкăр пĕçереççĕ, урпа çăнăхĕнчен пашалу пĕçереççĕ, кĕрпинчен пăтă пысăка хуранпа пĕçереççĕ, салачĕнчен сăра тăваççĕ. Сăрине тусан, юççе çитсен, илмĕш (scr. илмеш) каç нумайăн пухăву (sic!) пуçтарăнса, чир-чĕр пăтти çиеççĕ. Пăттине пуçтарнă çăв нумай пулсан, пăтă варрине чашăк варине çара çăв туса çийеççĕ. Унтан, çисе-ĕçсе пĕтерсен, юлашкине, ютă пусса канса, пăрахаççĕ. Унта акă епле кайса пăрахаççĕ: пăртак çăкăрне, пашалуне, çăвне чашки-кашки, сăри куркипех пăрахаççĕ. Тата пĕр çур ăштав эрех пĕрте ватмани пăрахаççĕ. Усене çав ĕçсе çийекен ертелтен суйлаççĕ икĕ çына. Усем вара çав парнесене çапла, кайса, тăкаççĕ.

инкек

(ин’г’эк’, ин’гэк), бедствие, беда, несчастье. Сред. Юм. СПВВ. «Инкек — в смысле неожиданной беды главным образом». Инкекпе çын пусăрнать, теççĕ. Несчастье придавливает человека. Алекс. Нев. Новгородра инкек çине инкек тухса пынă. N. Акă инкек! Ку ачу аллине ăçтан ӳксе капла сиктернĕ, кин? N. Çиме çитменни пĕр инкек. || Материальный вред. Шорк. Лаша вилсе пĕр инкек кортăм. Шибач. Инкек полчĕ. Стряслась беда (напр., пропали деньги — окçа çохалать). КАЯ. Инкекĕ тупăнĕ вăл, ырри çук! До беды не долго; чего хорошего, а это как раз! Кратк. расск. 20. Вара эсир: пирĕн тата кĕçĕн шăллăмăр пур, тесе, мĕшĕн каларăр вăл пуçлăха? Эх, ачамсем, манăн инкекĕме (на мою беду) каланă эсир! Жит. свят. Февр. Св. Агафия тĕрме сыхлакансене инкеке кӳртес мар тесе, Христосшăн та аеап курасшăн пулса, тĕрмерен тухса кайман, çавăнтах турра кĕл-туса тăнă. || Бранное обзывание человека или предмета. «Инкек — усал сăмах пулать». М. Шевле. Çын вилесрен хăраса пĕртен-пĕр лашине пусса парать çак инкеке (т.-е. киремети). Юрк. Пĕр чыкан ачи кĕлете вăрлама кĕнĕ. Ăна хуçисем тытнă та, кăна, инкеке, мĕн тăвар-иш? теççĕ. Альш. Эй инкексем! тесе калать, тет; вăл хăех илсе кайнă, тесе калат, тет. Инкек — слабый, ничтожный человек. Турх. Çын лашине çиленсе каланă: инкек! шуйттан пуçĕ! мур хирменĕ! Чарăнса тăрать тата, пăх çиен! М. В. Шевле. Кил хуçи ĕнтĕ тем пекех ӳкĕнет ко инкеке (т.-е. киреметь) çăмăрпа торăран хăтăлтарнăшĕн. N. Мĕн теççĕ-ши ăна, инкеке?!.. Как же это оно называется, шут бы его побрал! (говорит о растении, названия которого не знает). || Инкек — назв. божества. Хурамал. Магн. 113. || Назв. злого духа. Ст. Ганьк. Сар каччăн шăлне-çăварне хăçан та хăçан хурт çирĕ, инкек çирĕ, çавăн чухне инкек çитĕр (инкек — хуртпа перекен усал). Самар.? 77 тинĕс уттинчче сарă ту, сарă ту айĕнче сарă чул, сарă чул айĕнче сарă каччă. Сарă каччăн шăлне-çăварне хăçан та хăçан хур çирĕ (scr.: сирĕ), инкек çирĕ (scr.: сирĕ), çавăн чуне инкек çитĕр, хурт çитĕр (инкек — хуртпа перекен усал). (Из шăл-суран чĕлхи).

уйăх

ойăх (уjы̆х, оjы̆х), луна, месяц. Трехбалт. Уйăх йĕтем пысăккăшĕ, теччĕç ваттисем. Альш. Уйăх çинче шыв кĕвентиллĕ хĕр тăрать, теççĕ. Н. Седяк. Уйăх çинче кĕвентепе витре ятнă хĕр тăрать. Çав хĕрĕн икĕ вăрă пиччешĕ пулнă, тет. Ăна çур-çĕр тĕлĕнче, вăрăран таврăнсан, шыва янă, тет. Çавăнта хайхи хĕр, макăрса, каланă: мана уйăх хăй патне илинччĕ, тенĕ. Вара ăна уйăх илнĕ. В. Олг. Полнă ĕлĕххи арăмăн хĕрĕ. Амăшĕ осалпала пĕр шот тытнă, осала качча парас тенĕ. Çиччас хĕре çор çĕрте каранхи амăш хусарат шу патне. Каят хĕр шу патне макăрса. Шу патне çитсен, осал исе каймалла хĕре. — Ойăх та пор, тет, хӳел те пор, тет — осала качча кайиччен, илĕр мана, тет. Каран торă хăпартат она ойăх патне витри-мĕнĕпе. М. Вас. № 3, 19. Уйăх çине сăнаса пăхсамăр-ха, ваттисем: Марье тăрать куйланса, ик айккинче витрисем. Ст. Чек. Ĕлĕк уйăх аслăк тăрринче кăна пулнă, аслăк çинче каçхине хĕрсем тĕрĕ тунă. Пĕр хĕрарăм, таса марĕ кайнă чухне, çынсем çук чухне, вăтаннипе уйăх çине таса маррине сĕрнĕ. Уйăх çичĕ кун, çичĕ каç шавласа хăпарнă. Обр. чув. пес. Пазухина. Уйăх пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, çăлтăр пур; сар хĕр пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, каччи пур. Сятра. Çунатсăрах вĕçет, тымарсăрах çитĕнет. (Уйăх). Лебеж. 456. Пичче ăйăри кĕçенĕ, пĕтĕм çĕре пăхĕ. (Уйăх). Альш. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр: уйăхĕсем пулмин те, çăлтăрĕ пур. Собр. † Уйăх витĕр уй курăнат. Букв. I ч. 1904. Хăнисем хапхаран тухса, çаврăнса кайнă çуна йĕрĕсем шур юр çинче уйăх виттĕр курăнса выртаççĕ. Собр. Уйăх пур та, çутти çук. (Тăмана шăтăкĕ — слуховое окно). Ст. Чек. Эп ăна уйăх çутинче (при свете м.) аран палларăм. N. Ойăх çути, окошкаран кĕрсе, çутатса тăрать (светит в окно). N. † Тĕсĕр-пуçăр (ваш. облик) тулнă уйăх пек. Б. Хирлепы. † Уйăх çути пек варличĕ; уйăх çутипе уйрлас-шн, хĕвел çутипе уйрлас-ши? (Солд. п.). Шурăм. 9. Вăрман енчен çĕнĕ уйăх курăнать. Трхблт. Уйăх çути пур. Светит месяц. N. Ойăх çути пор (то же). Т. М. Матв. Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн. (Поговорка). Шарб. Уйăхĕ пур, çутти çук. (Шăрпăк пуçĕ). Дик. леб. 47. Елиса уйăх çутипе йывăç пахчине пырса кĕрет. Собр. † Ир пулсан, хĕвел тухать; каç пулсан, уйăх хăпарать. Чертаг. Уйăх пак шăтăк хăварнă (слуховое окно). Альш. Çĕмĕртрен хура çӳçĕме ылттăн та пĕр турапа турарăм; çак тăванăмсем асăма килсессĕн, тунă пĕр çĕнĕ уйăха пăхатăп. Ч. П. Уйăх витĕр уй курнать. N. † Çуначĕсем (хурчăканăн) уйăх хушшинче. Толст. Вăл каç уйăх çутиччĕ (месячно было). Альш. Пĕтĕм уйăх — полнолуние; çурла уйăх — сери луны; çур уйăх — 1/4 луны. . Уйăх çĕр айне каять, теççĕ. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç тунă (говорят, когда месяц показывается после новолуния). Якейк. Тола тохрăм та, уйăх çути çап-çутă. IЬ. Кĕçĕр уйăх çути пор. IЬ. Уйăх толса пырать. . Уйăх çути çĕрĕпе тăчĕ. Месяц светил всю ночь. Сред. Юм. Тулать, — тулнă ĕнтĕ, — паян уйăх пĕтет. Сред. Юм. Уйăх çôрри тунă. После новолуния месяц стал виднеться до половины. Сред. Юм. Уйăх пăхнă çĕр. В лунную ночь. Янтик. Кĕçĕр çĕр уйăх çутиллĕ. . Кĕçĕр уйăх çути пур. . Уйăх çутипе эп çынна куртăм. Янтик. Уйăх хăлхаланнă (месяц в кругу). Уйăх тин тунă, пӳрне пек-çиç. Уйăх çурла пек юлнă. Уйăх çурри пула пуçланă. Уйăх тула пуçланă. Альш. Уйăх çуралнă. Хĕрлĕ тулли. Шурă тулли (см. ниже). Уйăх пĕтни. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç йолнă (говорят, когда месяц после полнолуния остается видным частью). Якейк. Ачи, ачи, пăх-ха, çĕн уйăх тунă! IЬ. Çĕн уйăх ыран тăвать. Ф. Т. Уйăх пĕтнĕ чух (идет к концу) киçен (= кивçен) пама юрамасть. Ст. Чек. Уйăхран инçе мар çăлтăр пусан, çын вилет. Собр. 194°. Çĕрле уйăх пĕлĕт айĕнче тăрсан, хура шăнасем куç çине ларсан, ыран калах çăмăр пулат, теççĕ. Ст. Шайм. Уйăха хирĕç шăрсан, шĕвĕн тухать, тет. Нюш-к. Уйăха хирĕç ан шăр. Альш. Уйăха хирĕç тула ан тух. N. Уйăх çуралсан, тăватăмăш кунĕнче уяр (йĕне) пулсан, уйăхĕпех уяр (йĕпе) пулать. Тогач. Çеçен хирте туман урапа кусать. (Уйăх). Орл. II, 206°. Уйăх пур та, çутти çук. (Пичуркка). Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм, пурте карталанса тăрса, пĕр-пĕринчен: уйăх-и? хĕвел-и? тесе, ыйтса выляççĕ. Мысл. Уйăх çутти курас мар! (Божба). || N. Çанталăк уяр пулсан, пĕр-икĕ-виçĕ эрнерех пĕтереççĕ: уяр пулмасан, уйăхпех пырать. Рак. † Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх (= 13 уйăх). Альш. † Çăв уйăхĕ çичĕ уйăх, хĕл уйăхĕ улт уйăх. (Из «чĕр йĕрри»). Обр. 89. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, ултă уйăх хушшинче утмăл тĕсле кун килĕ. Утмăл тĕслĕ кун çинче пĕр киресĕр кун килĕ. Нимĕн чух асна килмесен те, çанăн чух асна килĕ-и? Çăв уйăхĕ çич уйăх, çичĕ уйăхăн ăшĕнче, çитмĕл тĕслĕ кун килĕ. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăллă кун килĕ. Нюш-к. Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. N. Ойăх порнмалăхах çияс. Надо наесться на целый месяц. Орау. Эпĕр килтен тухни уйăх та пур-и тен. С выезда нашего из дома, пожалуй, будет с месяц. N. Акă ĕнтĕ уйăх çитет эпĕ сиртен кĕнеке ыйтни. Орау. Вăл ик уйăх анчах тултарчĕ-ха (ребенок). Альш. † Эсир асăнатăр-и, тăвансем, уйăхра? — эпир асăнатпăр кулленех. Именево. Пĕр-ик ойăх çитсен, хваттер хоçи темшĕн çиленчĕ те, молчана кайса хопрĕ. Н. И. П. Вăхăта уйăхпа хĕсеплеççĕ (= хисеплеççĕ). Время считают по месяцам. Н. И. П. Ăна уйăха хупса лартнă. Его посадили на месяц в тюрьму (здесь «пĕр уйăха» значило бы на один месяц). Зап. А. Фукс, 165. «Новый год начинают они с наступлением зимы, и разделяют на 13 месяцев: 1) йопа-ойăх, м. поминовения, ноябрь; 2) чӳк-ойăх, м. жертвы, декабрь; 3) мăн-кăрлач ойăх, большой крутой м. (сильно морозная часть декабря и генваря); 4) кĕçĕн-кăрлач ойăх, менее крутой м., часть генваря и февраля; 5) норăс ойăх, м. оттепели, февраль и часть марта; 6) пошă ойăх, порожнии м. (от тяжелой работы), март; 7) ака ойăх, м. пашни (для ярового хлеба), апрель, часть мая; 8) çу (scr. сюль) ойăх, м. лета, июнь; 9) хĕр (scr. хыр) ойăх, м. свадеб, июнь и часть июля; 10) утă ойăх, м. сенокоса, июль; 11) çорла ойăх, м. серпа, июль и часть авг.; 12) йĕтĕн (scr. бидан!) ойăх, месяц льна, сентябрь; 13) авăн ойăх, м. молотьбы, октябрь». См. Золотн. 191. В Курм. у. записаны моим братом, А. И. Ашмариным, со слов кр. д. Янгильдиной, Курм. у., Василия Семеновича Мастеркина (ныне покойного) след. назв.: мăн кăрлач, янв.; кĕçĕн-кăрлач, февр.; норăс уйăх, март; пошă уйăх, апр.; ака уйăх, май; хĕр уйăх, июнь; утă уйăх, июль; çорла уйăх, авг.; авăн уйăх, сент.; йопа уйăх (чит. йопуйăх), окт.; чӳк уйăх, ноябрь; раштав уйăх, дек. При этом приписано: «Месяцы начинаются не с 1-го числа, а как народится новый месяц». (Сообщено в письме из Курмыша от 21 янв. 1908 г.). В письме И. С. Степанова Кузьме Серг. Сергееву от13 авг. 1908 г. значится следующее: «Николай Иванович Ашмарин будто бы просил написать, как говорил Иван Яковлевич, названия месяцев по-чувашски. Если нужно, я к его услугам; вот они: 1) юпа уйăх, 2) чӳк уйăх, 3) раштав уйăх, 4) кăрлаç, 5) кĕçĕн кăрлаç, 6) нарс уйăх, 7) пуш уйăх, 8) ака уйăх,9) çу уйăх, 10) утă уйăх, 11) çĕртме уйăх, 12) çурла уйăх, 13) йĕтем уйăхĕ. Начал я считать с октября, кончнл сентябрем. Такой счет у нас, в Черепанове, Буинского у.» Позднее он написал мне следующее: «Многоуважаемый Николай Иванович! Я посылал в Кошки за некоторыми сведениями относительно названий месяцев, так как там есть старик, лет 80-ти, отец которого помер лишь в 3-ем году, имея от роду 109 лет. Он, разумеется, помнит многое, что и как было в старину. Я ждал от них письма и потому так долго не мог ответить. Нижеследующие пояснения относительно названий месяцев мне дали они. 1. Кăрлаç. Зимний месяц, начало года. Судя по вашему счету, захватывает часть декабря и начало января. 2 Кĕçен кăрлаç. Зимний холодный месяц. Про этот месяц говорят: сивĕ ашшĕ, сивĕ амăш(ĕ) ачи-пăчилех пирĕн пата килчĕ. 3. Нарс уйăх(ĕ). После половины этого месяца конец резким зимним холодам. Нарс уйăх тăхăрĕ иртсен (т. е. после 1-ой четверти), кушаксем куса пуçлаççĕ. Нарс — зимний месяц. 4. Пуш(ă) уйăх(ĕ). Этот месяц настает перед распутьем. Свое название получил от обычая «пушă пăрахас». В старину у чуваш сватовство происходило в этом месяце (во многих местах и теперь), и, когда невесту совсем сосватают, евчĕ у родителей невесты оставлял пушă (кнут) или же просто прутик, а свадьба откладывалась, часто и теперь, до Çимĕк. Выходит, это месяц сватовства невесты. 5. Ака уйăх(ĕ). Месяц яровой пашни. Ака çийĕ, так называли исключительно время яровой пашни (теперь в наших местностях такое же значение), и преимущественно пахали старинным плугом. Отсюда и название ака уйăх. Ака уйăх çурхи шыв иртсе пĕтес чух тăвать. 6. Çу уйăх(ĕ). Промежуток времени между ака уйăх и çĕртме уйăх(ĕ). Месяц безработный; отдых и веселье для всех, но главным образом для молодежи. Çу уйăх — çамрăк-кĕрĕм уйăхĕ: они водят хороводы, на семик играют свадьбы и т. п. Существуют выражения: «çу уйăх кантарать, ĕç çийĕ валли вăй парать», «çу уйăхĕнче савăнман, ĕç çинче те ĕçлеймен». 7. Çĕртме уйăх(ĕ). Название этого месяца произошло от глагола çĕрт (дай гнить). Это не указывает на навозное удобрение, ибо в глубокую древность земля не нуждалась в удобрении. Чувашские деревни по Поволжью почти без исключения были окружены лесами; приходилось вырубать леса и обращать в пахотные поля. Привозили домой только лучшие части дерева, а сучья и коренья часто жгли, зарывали, запахивали — предавали гниению (çĕртме). Соответствовал теперепшей паровой пашне. 8. Утă уйăх(ĕ). Курăксем çитĕне пуçласан тăвать, çулса, пуçтарса пĕтернĕ çĕре пĕтет. 9. Çурла уйăх(ĕ). Время созревания и уборки хлебов. 10. Йĕтем уйăх(ĕ). Время молотьбы. Этот же месяц называют и авăн уйăх(ĕ). 11. Юп(а) уйăх(ĕ). Этот месяц настает после уборки хлебов с полей и молотьбы. Снега еще нет. С этого месяца начинаются уже осенние праздники. Чуваши, будучи язычниками, или до усвоения христианства, в этом месяце ставили на покойников своих юпа (столбы) и поминали покойников. Юпа ставили один раз в год, именно теперь. Этот обряд, я думаю, Вам хорошо известен, а потому описывать его я считаю лишним. 12. Чӳк уйăх(ĕ). В этом месяце колесная дорога сменяется санною. Последний осенний месяц. 13. Раштав уйăх(ĕ). Зимний холодный месяц. Зима уже давно установилась. Если в комнате холодно, то говорят: кунта сирĕн раштав, т. е. очень холодно. Добавление к 1-му месяцу. Что кăрлаç есть начало года, свидетельствуют следующие обычаи. Кăрлаç уйăхĕ курăнсан, çав каç, шăлпа çыртса, капан туртнă. Тулли пуçах тухсан, çул пурпа иртмелле пулать, тенĕ; пушă пуçах тухсан, çукпа ирттермелле пулать, тенĕ. Юр çине выртса, мĕлкĕ тунă. Çĕр каçиччен унта мĕн ӳкнине ирхине кайса пăхнă. Пуçах-мĕн ӳксен — пуянлăх, телей, ырлăх; кирлĕ кирлĕ-мар ӳксен, е йытă сысса, шăрса кайсан, телейсĕр пулмалла пулать, тенĕ. Пӳрт итлеме çӳренĕ. Лайăх сăмах илтсен, çĕнĕ çул канăçлă, телейлĕ иртет; вăрçă-харкашу е кирлĕ кирлĕ-мар калани илтĕнсен, телейсĕр çул пулать, тенĕ. Йĕтем итленĕ. Авăн çапни илтĕнсен тырă лайăх пулать, нимĕн те илтĕнмесен, тырă начар юлать, тенĕ. Очень много и других гаданий счастья на новый год. Раньше это делалось по появлении молодого месяца кăрлаç, а теперь проделывают накануне 1-го января. Чтобы точно указать, когда какой месяц начинается и с какими числами совпадают начала месяцев по письменному счету, я не мог добиться, и едва-ли это можно установить на основании расспросов. Мне кажется, надо поручить кому-либо записывать у знатока в продолжение года, тогда можно приблизительно верно указать начало каждого месяца... Всегда готовый к услугам Иван Степанов. 28 июля 1909 года. Г. Симбирск». — Что некоторые годы у чуваш имеют по 13 мес. (местами этот счет забывается или совсем забыт), доказывают факты, сообщаемые в проведенном ниже письме Петра Ив. Орлова. Из них явствует, что у чуваш есть тринадцатый вставочный месяц, именно — кĕçĕн кăрлачă (или кĕçĕн кăрлач), вставляемый, через два года в третий, после месяца кăрлачă (кăрлач). В 1911 г., как видно из письма, было тринадцать месяцев. Назв. мăн кăрлач, повидимому, обозначает то же, что и кăрлач. «Николай Иванович! Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăм. Халĕ мĕн илтнине çырса ярам, кайран, кĕр кунне, тата мĕн те пулсан пĕлсе пырăп тен. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Хăшĕ: кашни çулах çутă уйăх вăл вунвиççĕ курăнать те, анчах вунвиççĕмĕшин ятне пайăрĕпех каламаççĕ. Çулталăкра вунвиççĕ уйăх пуласса пулать те, ятне ĕлĕкренпех уççах каламаçчĕç, тиççĕ. Хăшĕ хĕр уйăх пулаччĕ, тиççĕ; хăшĕ кĕçĕн кăрлач пулать, тиççĕ. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре вунвиçĕ уйăх пулать, тит. Вăл кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, вунвиçĕ уйăх пулать, тит. — Вăл çутă уйăх вунвиççĕ курăнасси виçĕ çулта анчах пĕрре пулать. Акă кăçал вунвиççĕ курăнать. Асту халĕ, кăçал ака çине тухас уммĕн (çур-кунне) ватăсем тавлашрĕç. Пĕри калать: ку ака уйăхĕ пĕтрĕ, çу уйăхĕнче тин акана тухатпăр, тит; тепри калать: ăçтан ака уйăхĕ пĕттĕр, халĕ акана та тухман та, ку пĕтнĕ уйăх пушă уйăх, ака уйăхĕ тин тăвать-ха, тит. Кашни çулах, çак вунвиç уйăх пулакан çулсенче стариксем уйăх шучĕсенчен аташса каяççĕ. — Этсемĕр, чимĕр-ха, ку уйăх мĕн уйăх пулать-ха, ака уйăхĕ-и, ай пушă уйăхĕ-и? тиççĕ. Хăйсем вуниккех шутлаççĕ те, вăн уйăх тĕлĕсем килмеççĕ вара. Вуниккĕ анчах шутласан, чăнахах та ака уйăхĕ пĕтрĕ кăçал вăл, акана тухичченех, тулĕк кăçал вуник уйăх анчах пулмасть, вунвиççĕ пулать. Кăрлачă хыççăн кĕçĕн кăрлачă пулчĕ кăçал, унтан нурăс уйăх, унтан пуш уйăх, унтан тин ака уйăх пулче. Ĕлĕк ваттисем çапла шутлаччĕç. Кĕçĕн кăрлача кăларса пăрахрĕç те хăйсем кăçал, вăн хай ака уйăхĕ малтан килсе тăрать. Кăрлачă уйăхĕ кăçал вăл çĕне çула катăлчĕ, кăçал çавăнпа тепĕр уйăх хутшăнать, терĕ суккăр старик. Вăл уйăх йĕркисене ак çаплашутлать: 1) кăрлачă, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нурăс уйăх(х), 4) пуш уйăх(х), 5) ака уйăх(х), 6) çу уйăх(х), 7) çĕртме уйăх(х), 8) ут уйăх(х), 9) çурла уйăх(х), 10) авăн уйăх 11) юп-уйăх, 12) чӳк уйăх(х), 13) раштав. Тата тепĕр старикĕ кĕçĕн кăрлача: хăй ăссĕн уйăх пулна, тесе шутламасть. Кĕçĕн кăрлачă тесе, нурăс уйăхне каланă, тит; нурăс уйăхĕнче кăрлачă уйăхĕнчи пек сивĕ пулнă та, çавăнпа ăна кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Тата тепĕр вирял (Тĕмпексем) старикки раштав уйăхне шутламасть, ăна пĕтĕмпех кăларса пăрахать. Ĕлĕк чăвашсен раштав уйăхĕ пулман, тит; раштав уйăхне ĕлĕк кăрлачă тенĕ, хальхи кăрлача кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Унтан вара çула çĕртме уйăхĕ хыççăн хĕр уйăхĕ пулнă, тит. Хăй кашни çулах вунвиçĕ уйăх пулнă, тит; тăрсан-тăрсан, ыйтса антăратсан: темскерле, çанла шутлаччĕç пек те, темле — маннă; тăну-пуçу çук-халĕ, ĕлĕкхи пек мар... терĕ. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни. Ӳлĕмрен лайăхрах пĕлейпĕри? Сыв пулăр. Сире салам. С. Орауши. П. Орлов. 26 июля 1911 г. Показания, заключающиеся в этом письме, находят себе подтверждение в словах Г. Паасонена, который говорит: «Кĕçĕн кăрлачă — в некоторые годы, которые содержат в себе 13 месяцев, — второй месяц» (Vосаbularium 1. Tschuv. 69), а также у Иревли. Иревли. Чăнах та, шырасан, чăваш тĕнчинче тĕлĕнмелле япаласем нумай тупмалла. Ман алăра ун пек япаласем чилай. Çав япаласенчен пĕрне, пуриичен чаплине, çыратăн: чăвашсен çулталăк хĕсепĕ хăйсен пулнă. Ăна эпĕ Салтак-ел Питтăпай арăмĕнчен пĕлтĕм; вăл çырăва (грамоте) вĕлмест. — Чăвашсен икĕ çулĕ вуникшер уйăх, виççемĕшĕ вунвиç уйăхлă пулнă. — Ик çул сиктерсе, виççĕмĕшĕнче кĕçĕн-кăрлачă пулать, терĕ Курпун Иванĕ, Пӳлер-Кӳл çынни. Уйăх эрне-куна тиркет (эрне-кун уйăх тумасть); тет ман асатте. Н. И. Полоруссов. Ман асатте Раштав уйăхне асăнмасчĕ. Мой дедушка (со стороны отца) не упоминал месяца раштав. IЬ. Кĕçĕн кăрлач: эпĕ аслă пиччерен (т.-е. кăрлачран) ирттерĕттĕм те, хĕрлĕ вăкăр (т.-е. хĕвел-солнце) хӳрине тăратать те, кулап-ярап! тесе калать, тет. Тюрл. Аслă пиччешĕнчен кĕçĕн пиччĕшĕ ирттерет («февраль и январь»). В этом же говоре после месяца ака-уйăх (уjы̆х) записан канлĕ уйăх, который, кажется, должен бы стоять после çу уйăх; но последнего в списке нет. Юрк. (в откр. письме ко мне из.. Симб., от 12 июня 1911 г.): «уйăх ячĕсем: 1) кăрлаç у., 2) нарăс у., 3) пушă-уйăхĕ;) 4) ака-у., 5) çăв-у., 6) хыт-суха у., 7) çум-у. (ана çинчи курăксене çумланăран кал.), 8) утă у.. 9) çурла у., 10) йĕтем у.., 11) юпа у., 12) чӳк у., 13) раштав у. Пӳркелĕнчи (в с. Бюрганах) чи ватă çынтан ыйтса пĕлтĕм». На одном листке, написанном рукою П. И. Орлова и относящемся к диал. д. Раковой, хыт-суха уйăхĕ поставлен седьмым, а çум уйăхĕ шестым. Нюш-к. (И. Е. Ефимов). Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх — 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. IЬ. 1) Раштав уйăхĕ, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нарс уйăхĕ, 4) юш уйăхĕ, 5) ака уйăхĕ, 6) çăв уйăхĕ, 7) канлĕ уйăхĕ (не «уйăх»!), 8) çĕртмь уйăхĕ, 9) ыраш аки уйăхĕ, 10) çурла уйăхĕ, 11) итем уйăхĕ, 12) юпа уйăхĕ, 13) чӳк уйăхĕ. Эпĕ ку уйăх шутне пăрмай шутласа тăракан карчăкран ыйтса пĕлтĕм. Вăл мана йĕркипе каласа пачĕ. Ытти çынсенчен те, хамăр ялсенчен, ыйткаласан, мана çак эпĕ ыйтнă карчăк (çинчен): лайăх пĕлет у уйăх шутне, çавăнтан ыйт эс уна, терĕç. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Вăл чылая çитнĕ çын, 80-сенче. Уф.? Январь-кăрлачă теççĕ, февраль уйăхне нурăс уйăхĕ теççĕ, март — пушă уйăх, апрель — ака уйăхĕ, май — çу уйăхĕ, июнь — çĕртме уйăхĕ, июль — утă улăхĕ, август — çурла уйăхĕ, сентябрь — авăн уйăхĕ, октябрь — юпа уйăхĕ, ноябрь — чӳк уйăхĕ, декабрв — раштав уйăхĕ. Кăрлачă тесе, питĕ кун кăр-сивĕ килнĕрен калаççĕ; нурăс уйăхĕ теççĕ кун ăшă енне кайса, кун йĕпенсе тăнăран; пушă-уйăхне этемпе выльăх çими пĕте пуçланăран калаççĕ; ака уйăхне ака тăваççĕ; çу уйăхне çулла пулнăран калаççĕ; çĕртме уйăхие çĕртме аки тунăран калаççĕ; утă уйăхне утă тунăран калаççĕ; çурла уйăхне тырă вырнăран калаççĕ; авăн уйăхне авăн аштарнăран калаççĕ; юпа уйăхне карта-хура нăкăтма юпа лартнăран калаççĕ (это неверно); чӳк уйăхне пирĕн чăвашсем чӳк тунăран калаççĕ; раштав уйăхне Христос çуралнăран калаççĕ. Тата эпĕ сире каланăчĕ: эпĕ вунвиç уйăх пулать, тенине илтнĕ, тесе. Вăл тĕрĕс мар, теççĕ, вуниккĕ анчах пулать, теççĕ. Только числалă уйăхпа пĕрле тумаç, унтан ялан малтан туса пырат, теççĕ. Кун шучĕсем пурĕ-пĕрех: 31-тен, 30-тан, 28-тан, 29-тан килет, теççĕ. Напр. кăрлачĕ уйăхĕ 18 декабря тăвать, тенĕ чăвашла калентар çинче, чăвашсем те çав таврана калаççĕ. 19 январта нурăс уйăхĕ тăват, 16 февралте пушă уйăх тăват, и т. д. — Месяцы у Г. Паасонена см. в его «Vосаb. 1. Tschuv.», стр. 69, 91, 110, 2, 139, 133, 195, 143, 26, 30, 190, 112. Тоскаево. Кĕçĕн-кăрлаç (январь. Сивĕпе аслă пиччерен ирттеретĕп эпĕ, Кĕçĕн-Кăрлаç. Кĕçĕн-кăрлаç сиввине чăтакăн леш тĕнчере ăшăнать, тет. Кĕçĕн-Кăрлаç çиленсессен, урăна тăла сыр, теççĕ. Кĕçен кăрлаç пит усал, ним парса та нимĕн илмест. Нарăс уйăхĕ (февраль). Нарăсна кĕçĕн-кăрлаç ĕлĕк пĕрре вăрçнă, тет. Кам урасе (= урасене) тĕпеклĕ тăвать? тесе каларĕç, тет, пĕр-пĕрне. — Эпĕ çынна тăла сыртаратăп! тесе каларĕ, тет, кăшкăрса, кĕçĕн-кăрдаç. — Эпĕ ташлаттаратăп, терĕ, тет нарăс. Çавăнпа чăвашсем: нарăс çитсессен, ташла, вăл ташланине юратать, теççĕ. IЬ. Ака уйăхĕ (апрель). Хире ака çитсессĕн, чăваш ака-пуçне тӳрлетет. — Ачам, хире тухсассăн: ака, пулăш, те. IЬ. Çу уйăхĕ (май). Эй ĕненĕм, ĕненĕм (чит. ĕнемĕм?), кай çукурма картаран: ырă-таса çимĕçпе тăрантса ярĕ вăл сана. Çĕртме уйăхĕ (июнь) «Çинçе» килет çинçелсе, тăвăр ĕçĕре часăрах. «Çинçе» (Тоскаево, Т. у.) = «Уяв» (Буинского у.). «Çинçе вуникĕ (12) кун пырать; çак вуник кун хушшинче нимĕскер ĕçлеме юрамасть; çи те, урама тухса вырт». Çинçе иртсен пулнă çĕртмене çĕр хапăл тăвать, теççĕ. Ут уйăхĕ (июль) (Тосваево). Утта пырса çапăнтăмăр; малашне, ачасем, чу касас пек ĕç тăрать; çавăнпа «авалхисене», ан аптăраччăр, тесе, хытă кĕл тумалла. Ки малтан турра «учук» ту; турра кĕл-ту ял-йышпе; çĕлĕкне илсе, ачу-пăчупа ӳксе пуççап. «Турă, сана пĕтĕм ял ял-йышпе асăнаппăр, укĕнеппĕр, пуççапаппăр, сана вăкăр пусса, выльăхпа силлетпĕр. Алăк патне кĕрӳне, тĕпеле кинне пар. Çурт çумне çурт хуш, мул çумне мул хуш». Турра кĕл-туса пĕтерсессĕн, «Çĕр йышне» кĕлтумалла. Çĕр йыш валли тына пусас пулать. Ял йышне, эй çĕр йышĕ, тĕпе питĕ пар, тăррине тутă пар. Пĕр пĕрчĕ акса, пин пĕрчĕ пар; ывăçпа акса, пӳлмепе пар. Çурла уйăхĕ (август). Хире çурла çĕкличчен, «чӳклеме» тăвас пулать. «Çĕнĕ тырă умĕнчен хур пусса, пĕтă пĕçерсе çырлахтар. «Килĕшпеле виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхпеле, çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпала, пĕр витре, виçĕ чашкă сăрапа пуççапаппăр сана, турă, ӳкĕтлетпĕр, асăнаппăр. Чӳклесе пĕтерсессĕн, «Пӳлĕхçе» асăн. Ăна чĕреспе виçĕ куркапа сăра тула кăларса ларт. Унтан вара «Хĕрлĕ çырана» асăн, тата «Пӳлĕхе» ӳксе пуççап. Вара «Карташ пăттине»: «çуратакан турă, çырлах», тесе, виçĕ юсманпа асăн. Унтан «Кепене» хур пусса, пăтă пĕçерсе, виçĕ юсманпа çырлахтар. Кайран «Аслă ырсене» «Кепе амăшне» килĕшпе çырлахтар. Чи кайран çичĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн çичĕ юсманпа «килĕш пăтти» пĕçерсе çи. Итем уйăхĕ (сентябрь). Итем уйăх çитнĕ пуль: «хав, хав» сасă илтĕнет. Юпа уйăхĕ (октябрь). Авăн уйăхĕ (ноябрь). Авăн тетĕмĕ çӳлелле хăпарсассăн, этемме канăçлăх пулать, тет. Чӳк уйăхĕ (13-ый месяц по старин. чув. сч.). Кĕлту, таванăм, ĕç пĕтĕрĕ; ырă чунпа чӳклеме ту. «Симĕс пуçлă кăвакал, вĕççе кай та, веççе кил. Картлă-картлă пашалу, кусса кай та, кусса кил. Вите кутне вăрă пар, карта кутне кашкăр пар» (!). В Б. Олг. записаны назв. мм.: вутойăх (вудоjы̆х), çорлойăх, ан-ойăх, йопойăх, чӳк-ойăх, мăн-кăрлачă (кŏр-), кĕçĕн-кăрлачă, норăс-ойăх, пошă ойăх, акойăх, çу-ойăх. В Н.-Карамалах, Белеб. у., чувашские месяцы соответствуют европейским; их 12: кăрлаç, нарăс-уйăх, пушă-уйăх, акуйăх, çăвуйăх, çĕртме-уйăх, утă-уйăх, çурла-уйăх, авăн-уйăх, юпа-уйăх, чӳк-уйăх, раштав-уйăх. Эти же самые названия записаны мною в д. Питушкиной, б. Курм. у., но только вм. çĕртме уйăх в этой деревне ставят çом ойĕхĕ, а 12-й месяц назван просто раштав. В Ой-к. — счет мм. тоже идет на европ. лад: 1) мăн-кăрлачă, 2) кĕçĕн-кăрлачă, 3) норс-уйĕх (уjэ̆х), 4) пуш-уйĕх, 5) ака уйĕх, 6) вутă уйĕх, 7) хĕр уйĕх, 8) çорла уйĕх, 9) авăн уйĕх, 10) йĕтем уйĕх, 11) чӳк уйĕх, 12) раштав уйĕх. Здесь юпа уйĕх пропущен, а на его место ошибочно поставлен йĕтем-у., который собственно является в др. говорах лишь варянтом названия авăн-у. — В новых книгах на чув. яз. названия месяцев часто употребляются без нарицательного «уйăх» и вполне соответствуют 12-ти мм. солнечного года. Их порядок: кăрлач, нарăс, юш, ака, çу, çĕртме, утă, çурла, авăн, юпа, чӳк, раштав. Кăлентар 1928 ç. Пушăн вун-саккăрмĕшĕ, 18-е марта. Альш. Имена месяцев соотв. европ. назв.: 1) кăрлаç. 2) нарăс, 3) пушуйăхĕ, 4) акуйăхĕ, 5) çăвуйăхĕ, 6) хытсухуйăхĕ, 7) утуйăхĕ, 8) çурлуя-хĕ, 9) йĕтем-уйăхĕ, 10) юпуйăхĕ, 11) чӳк-уйăхĕ, 12) раштав.

укçа

окçа, деньгн. N. Эп те сан пекех кăçал хам укçапа сĕт илнĕ (покупал). Регул. 1091. Эп окçашăн ĕçлетĕп. IЬ. 1326. Ман окçампа ослам тăвать. Хава окçишăн пит макăрчĕ. IЬ. 1540. Эп хам окçа çинчен (на свои деньги) илтĕм. Чăвйп. 26. Хăй тыррине çимен, сутса, укçа туса тăнă. Ч. С. Ку хура укçасене ăçтан тупрăн тата ачам? терĕ. (О деньгах киремети). N. Хай пурлăхне сутса, укçа туса (выручив д.). N. Укçа чул кастарать. (Послов.). Н. Шинкус. Тет. Сирĕн кил-çурта пĕтĕмпех пасса пĕтернĕ, ют турă укçисем пăрахса тултарнă... Нюш-к. Халь у (эти) укçасене шуйттан аллинче, теççĕ. К. С. Пĕр çĕр теннĕк ытларах укçа тытма шутларăм выльăхсенчен. Изамб. Т. Епле, укçа (страховые деньги) тухмалла-и? Мĕн чухлĕ-ши? Собр. 353. Ылттăнтан укçа çаптартăмăр (велели начеканить). † Ала, 58. Хамăр ялсен хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть (все в доньгах). Альш. Авалхи кайман укçа, старинная монета (или деньги), которая(-ые) уже вышла(-ли) из обращения. Козм. Ĕлĕххи çынсем: укçа пытарсан, вилсен, укçа çуттине пурăнатнăр, теççĕ, тет. Регули 1521. Лаша лайăх, çамрăк вăл, окçа тăрать. Регули, 1081. Эп он окçи çинчен (за его счет) илтĕм. IЬ. 1101. Окçам çок, утăм лайăхчĕ. Янтик. Сан укçа пур-и? Пар-ха мана пĕр-икĕ пус (спрашивает тогда, когда спрашиваюшему самому нужны деньги). Сан укçу пур-и? Укçу пулсан, кай! Говорят, когда человек хочет ехать куда-ннбудь, и хотят удостовериться, есть ли у него деньги. IЬ. 1268. Эй окçан (деньгами) памăп сана, таварăн (таварпа) парăн. IЬ. 1324. Вăл ман окçама (окçамăран) илчĕ. N. Укçаран пурăнап-халь, аптрамасп. Деньги у меня пока есть, ничего, проживу. N. Эсĕ çак укçапа (на ати деньги) юсма (лестницу) тугарса кил. Етрухин, Цив. Авалхи çынсем укçа пăрахни. Авалхи çынсем епле каска пуканне пуççаннă. Çакă пуççапу пирĕн ялтах пулнă, Кивĕ Енккассинче, Çутри касра. Çутра пĕр карчăкпа ватă упăшки пулнă, усен ача-пăча пулман. Çавсем килĕнче кĕлĕ теекен тӳркĕлли пулнă, çавсен каски пуканĕ ăшĕ хăвăл пулнă, çӳлĕш пĕр аршăна яхăн. Çакă пукан ĕлĕкхи ĕмĕрхи, пĕр 2 çĕр çула яхăнхи пулнă, вара ялта кам шыçă чирĕпе, кăшне асат хуçнă, е урисем тукмак пек шыçсан, вара усен юмăçи çанта тӳркĕллине пуççапма, парне кӳме, каски пуканĕ ăшне укçа яма хуша-хуша янă, тӳр кĕлли парни пăкани тунă, уна питĕ лайăх тумлантарса, вĕтĕ кĕмĕл тенкĕсем, нухратсем çакнă. Çапла вара, çакă каска пуканне пуççапма кайсан, пăканнне каска пуканĕ çумне тăратнă, ăшне укçа янă. Çакă парнесене кӳни ĕлĕкхи чăвашсен килĕнчи чирленĕ çын чунне вилес вырăнне пулнă; вăл акă епле пĕлтернĕ: чăвашсен е пĕри-пĕри чирлесен, шыçă е асат хуçа пуçласан, вара вĕсем каланă: ĕнтĕ тӳркĕлли килсе кĕчĕ; пĕр киле кĕрсен, пĕтерĕ ĕнтĕ вăл, вĕлермес çине килсе кĕрекен мар вăл. Часрах, çак чуна асанлантарнине курсан, чун вырăнне пăкани туса, кайса, лартнă, укçине каска пуканне янă. Ĕлĕк, çын вилсен, виллс укçа паннине пĕлтернĕ. Çапла тӳркĕлли ыйтнă чун вырăнне пăкани чирленĕ ячĕпе лартнă. Çынни çапах та черлеймен, çакă чирсемпех асапланса вилнĕ, вара кил-йышсем каланă: эй мăрăнтан (чит: мăнтарăн) тӳрĕ кĕллийĕ, пирĕн парнене хапăл илмерĕ, çын чунех кирлă пулчĕ пуль! тесе шухăшланă. Çапла тӳркĕлли ял хушшинче питĕ пысăк пăхăнтару пулнă, теччĕç ваттисем. Сред. Юм. Укçан хулхине касман. Укçан хулхине касман, тесе, укçана, çĕтсен те, шыраса тупас çук, тесе калассине калаççĕ. N. Ĕлĕххи çынсем: укçа пытарсан, вилсен, укçа çуттипе пурăнатпăр, теççĕ, тет. Орау. Кăсяри укçа кăшкăрать вĕт вăл. Пирĕн кăсяра укçа тăрналла кăшкăрать вĕт вăл. Кăсйинчи укçа чикет пуль (т. е. когда заведутся деньжонки, то так и подмывает их истратить). Собр. 85. Чӳл-Хулара укçа салатакан усал пур, тет (чорт, раздающий деньги).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

браться

глаг. несов. (сов. взяться)
1. за что (син. хвататься) тыт, тытăн, тытăç; ярса тыт; браться за руки алла-аллăн тытăн; браться за ручку двери алăк хăлăпне ярса тыт
2. за что (син. приниматься, начинать) тытăн, пикен, пуçла; браться за учёбу вĕренме пикен; браться за книгу кĕнеке вулама пуçла
3. за что и с неопр. ф. (син. обязываться) тума пул, сăмах пар; я берусь помочь вам эпĕ сире пулăшма пулатăп
4. (син. появляться, возникать) тух, тупăн; Откуда у него деньги берутся? Ăçтан тупăнать-ши унăн укçа? ♦ браться за ум ăса кĕр, тăнлан

откуда

нареч. и союзн. сл.
ăçтан, хăш тĕлтен; Откуда вы пришли? Ăçтан килтĕр эсир? ♦ откуда мне знать ăçтан пĕлем-ха эпĕ; откуда ни возьмись таçтан сиксе тухрĕ

откуда-либо

откуда-нибудь нареч.
ăçтан та пулин

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

угораздить

-зжу, -здишь кого, что сов. разг. терт, хисте, хĕтĕрт, хуш (ăнăçсăр ĕç тума); угораздило же его прийти сюда ăçтан шухăшласа кăларнă вăл кунта килме, мĕне кирлĕ пулнă ăна кунта килме.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

бор

м. (леç) хыр-чăрăш вăрманĕ; ◇ собрать с бору да с сосенки погов. ăçтан килнĕ унтан пух; сыр-бор загорелся пăтăрмах пуçланса кайрĕ.

взяться

сов. 1. за что тыт; взяться за руки алла-аллăн тыт; взяться за книгу кĕнĕке тыт; 2. (приняться за что-л.) тытăн, пуçла; взяться за работу ĕçе тытăн; 3. (появиться) тух, килсе тух; откуда ты взялся? эсĕ ăçтан килсе (е сиксе) тухрăн?; взяться за ум ăса кĕр; откуда ни возьмись кĕтмен çĕртен.

выброситься

сов. сик (ăçтан та пулин), тух; выброситься из окна чӳречерен сик; выброситься на парашютах парашютпа сик; выброситься на берег çырана тух.

выход

м. 1. по гл. выйти; выход на работу ĕçе тухни; выход из игры вăйăран тухни; 2. (место) тухмалли вырăн, алăк; стоять у выхода тухнă çĕрте тăр; из этого помещения есть три выхода ку пӳлĕмрен виçĕ алăк тухать; 3. перен. (способ, путь) май, мел, çул; найти выход из затруднения йывăрлăхран тухмалли май туп; 4. (продукции) тухăç, тухăçлăх; выход продукции продукци тухăçĕ; ◇ дать выход чему-л. ан чар; знать все ходы и выходы ăçтан кĕрсе ăçтан тухмаллине пĕлсе тăр.

где

нареч. 1. вопр. ăçта; где ты живёшь? Эсĕ ăçта пурăнатăн?; 2. неопр. разг. ăçта та пулин; нет ли ещё где такой книги? ку кĕнеке ăçта та пулин татах çук-ши?; 3. в знач. частицы ăçта, ăçтан; где ему найти столько денег? ун чул укçа ăçтан туптăр вăл?; 4. относ, в роли союзного слова ⸗та [⸗те], ⸗ра [⸗ре], ⸗че, çĕрте; там, где нет лесов вăрмансăр çĕрте; в домах, где много детей ача нумай çуртсенче; никак не вспомню, где я его видел ăна ăçта курнине ниепле те аса илейместĕп.

гносеология

ж. гносеологи (пĕлӳ теорийĕпĕлӳ ăçтан тухса кайса мĕнле аталанса пыни çинчен вĕрентни).

достать

сов. 1. до чего, чего (достичь, дотянуться) çит, çитер, тив; достать рукой до потолка алăпа маччана çит; 2. кого-что (взять, извлечь) ил; достать книгу с полки кĕнекене çӳлĕк çинчен ил; 3. кого-что (приобрести, получить) ил, туп; тупса ил; достать билет в театр театра кайма билет туп; 4. чего, безл. разг. (хватить) çитет, çителĕклĕ; ◇ достать из-под земли кирек ăçтан туп.

зло

с. 1. (что-л. дурное, плохое) усал, япăх, сарăп, сехмет; причинить зло усал ту; употребить во зло усал ĕç тума; 2. (беда, несчастье) усал, синкер, инкек, инкек-синкек; откуда такое зло? ăçтан сиксе тухрĕ ку инкек?; 3. прост. (гнев, досада) тарăху, çиле, вĕчĕх, хаярлăх; со зла тарăхнипе; зло взяло çиле килчĕ; зло разбирает чун тăвăлса килет; ◇ корень зла инкек сăлтавĕ.

из⸗

(изо⸗, изъ⸗, из⸗) сăмах тăвакан приставка, пĕлтерĕшĕсем: 1) ăçтан та пулин килни, каларни, тухни, тĕсл.: изгнать хăваласа кăлар; извлечь кăлар, туртса кăлар; 2) пĕр-пĕр ĕçе пĕтĕмпех туса пĕтерни, тĕсл.: изрезать касса тăк; измучиться халран кай, асапланса пĕт; извериться шанми пул, шанчăка çухат; израсходовать тăкакласа пĕтер.

откуда

нареч. относ. и вопр. ăçтан; откуда идёшь? ăçтан килетĕн?; откуда он это знает? Вăл куна ăçтан пĕлет?; я положил книгу туда, откуда взял её эпĕ кĕнекене илнĕ çĕрех хутăм.

откуда-либо

, откуда-нибудь нареч. ăçтан та пулин (е пулсан).

попасть

сов. 1. в кого, во что, чем лек, тив, вăрăн, лектер, тиверт; попасть в цель тĕл лектер; в глаз попала соринка куçа çӳп кĕчĕ; (он) не смог попасть тивертеймерĕ; 2. (очутиться, оказаться) кĕрсе ӳк, лек, кур, çаклан; пул; попасть в беду инкеке лек; попасть в плен тыткăна лек; попасть подо что-либо аяла пул; попасть в затруднительное положение хĕсеке юл; 3. во что, на что лек, çаклан, пул; попасть на спектакль спектакле лек; 4. прост. (попасться) тĕл пул; попасть навстречу тĕл пул; 5. безл., кому-чему, разг. лек, тив, пул; уж попадёт ему когда-нибудь! пĕр те пĕр лекĕ-ха ăна!; берегись, попадёт тебе! пулать ак сана, асту!; ◇ где попало ăçта килчĕ унта; откуда попало ăçтан килчĕ унтан; что ни попало мĕн (е кам) килчĕ вăл; куда попало ăçта килчĕ унта; как попало мĕнле килчĕ çапла; попасть на глаза куç тĕлне пул; попасть в руки алла кĕр; чем (ни) попадя ал айне мĕн лекнĕ çавăнпа; попасть пальцем в небо тĕлсĕр персе яр; вожжа под хвост попала хӳри айне тилхепе лекнĕ.

почём

нареч. разг. мĕн хак, мĕн чухлĕ тăрать, мĕне; почём мука? çăнăх мĕн хак?; почём продал? мĕне сутрăн (е патăн) ?; почём купил? мĕне илтĕн?; ◇ почём я знаю эпĕ ăçтан пĕлем.

туда

нареч. унта(лла), çавăнта(лла), лере(лле); откуда взял, туда положи ăçтан илтĕн, çавăнта хур; ◇ ни туда ни сюда ни унталла ни кунталла; туда и дорога см. дорога; туда и обратно ик еннелле те.

этимология

ж. этимологи (1. чĕлхе вĕрентĕвĕн сăмахсем епле пулса кайнине тĕпчекен пайĕ; 2. сăмах ăçтан е епле пулса кайни); ◇ народная этимология халăх этимологииĕ (ют чĕлхерен илекен сăмаха тăван чĕлхери сăмах евĕрлĕ туни).

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

ăçтан

каян, кайдан

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

ăçта

[oŝjta]
kie(n)
ăçта васкатăн — kien vi rapidas?
ăçта тĕл пулатпăр? — kie ni renkontiĝu?
эс(ĕ) ăçта ĕçлетĕн? — kie vi laboras
кирек ăçта та пěр хěвел — ĉie estas la sama suno
ăçтан — de kie, el kie
кирек ăçтан тупса кил — portu de kie ajn
ăçтан килетĕн? — de kie vi venas?
ăçталла? — kiudirekte? kien?
эппин, ăçта та пулин кайса килĕпĕр — do, ni vizitu ion (ni iru iun lokon)
таçта — ie(n), ne klaras kie(n)
таçта кайса кĕнĕ — ien malaperis
таçта кайсан та — se oni iru ien (kie ajn oni iru)
ниçта — nenie(n), ĉie(n), ie(n) ajn
вĕсем ниçта та çук — ili estas nenie
эпир ăçта пурăнсан та — ni vivus (loĝus) ie ajn
ниçта кайса кĕме çук — eblas iri nenien

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

woher

ăztan
ăçтан

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

ăçтан

, диал. хăçтан, кăçтан «откуда»; КБ кайун, алт. И кайдан, кирг., казах., к. калп., ног., карач., кумык., тат. кайдан, хак. хайдан, якут. хантан, узб. каердан, уйг. кәйәрдин, тув. кайын, кайыртан, башк. кайзан «откуда». Почти во всех тюркских языках слова эти выступают и форме исх. п.; в чув. яз. развитие слова, по-видимому, шло следующим образом: хай çĕртен > хăйçăртан > хăçăртан > хăçтан > ăçтан (с выпадением х); ср. ăçта.

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Ватта тух

Ватта тух стареть / постареть, становиться / стать старым, старее.
Тĕпре ларать мăнаçлăн çеç пăхса ватти, Ăçтан вăл ватă-ха. Вăл хăй те вăйпитти. Çур ĕмĕр пурăнсах тухас-и-ха ватта? С. Шавли.

Карта кĕр

Карта кĕр 1. входить / войти в счет зрелых людей; 2. входить [попадать] / войти [попасть] в колею (приходить в обычное состояние).
1. Ăна халĕ ăçтан ăса кĕртетĕн, вăл карта кĕмен япала. 2. Вара, картне кĕрсе çитсен, каллех сĕтел хушшине ларчĕ те чăр-чăр тутарса çырма пуçларĕ. В. Алентей. [Трофим:] Хамран çӳлерех тăракансемпе дипломатиллĕ çыхăну хăй картне кĕрсе ларчĕ, карчăк. И. Максимов-Кошкинский.

Кăмăл ту

Кăмăл ту 1. желать / пожелать что делать; 2. исполнять / исполнить желание кого, чье; 3. оказывать / оказать любезность кому-чему, проявлять / проявить доброжелательство к кому-чему.
1. Çынсем те урăх калаçса тăма кăмăл тумарĕç. Ю. Айташ. 2. Анчах Айтар кăмăлне тумасан, эпир ялĕпе пĕтетпĕр. П. Осипов. 3. Ларсам, хăна, ларсамччĕ, Пире кăмăл тусамччĕ. Ю. Скворцов. Тен, — ăçтан пĕлме пултарăр? Ман ята та хуртарма Кăмăл тăвĕ тĕп хуламăр Пĕр-пĕр урлă урама. П. Хусанкай.

Тăкакне сапла

Тăкакне сапла [вит] покрывать / покрыть расходы [убытки].
Çул тăкакĕсене саплама вăл малтан сурăхĕсене сутнă, унтан — лашине. Хв. Уяр. Ĕçлен кунĕпе — илен пилĕк пус, Ăçтан эс унпа витен тăкакна? С. Элкер. Выльăх-чĕрлĕх начар, вĕтĕ, хăйĕн тăкакне витме пултараймасть. Н. Патман.

Тăн кĕрет

Тăн кĕрет становится понимающим кто; приходит в себя кто.
Çапла пурăннипе ăçтан тăн кĕрĕ вĕсене. Ӳсĕрĕлнĕ Мухаров яштах тӳрленсе ларчĕ, укçа çинчен асăнсанах, ăна тăн кĕнĕ пек пулчĕ. А. Артемьев.

Ӳкенĕçе юл

Ӳкенĕçе юл каяться / раскаяться, сожалеть.
— Ăçтан çаклатрăр эсир ăна [лашана]? — ыйтатăп эпĕ старшинаран, хам çав самантрах çакă килпетсĕр сăмах тухса кайнăран сасартăк ӳкĕнĕçе юлатăп. А. Алка. — Тавтапуç сире, пысăк тав, комиссар. Эсир ӳкĕнĕçе юлмăр. Ю. 3банацкий.

Чуна уç

Чуна уç 1. открывать [раскрывать] / открыть [раскрыть] душу кому, перед кем; 2. радовать душу кого, чью; 3. радоваться.
1. Ăçтан-ха эсĕ пур çынна Уçса кăтартăн çав чуна? П. Хусанкай. Екки кайнă май чунне яриех уçнăччĕ çав каç Сетнер Осипович. А. Емельянов. Кирлех-ши хăвăн чунна çын умĕнче арча лек уçса пани? А. Ĕçхĕл. 2. Кăтруна çил уçнă вăхăтра Ман чуна кам уçĕ-ши, кала? А. Воровьев. 3. Киленсе канса выртатăп, Пĕтĕм чунăма уçса, Эх, çапатăн, эх, шăлатăп Çурăма, пĕççе-каççа. Я. Ухсай.

Юла юп

Юла юп [яр] 1. юла юп клеветать; кляузничать; возводить / возвести напраслину; 2. притворяться / притвориться (напр., больным).
1. Кăтра Павăл вăл ялан юла юпать. Мĕн манпа юла юпса калаçан? 2. Виçĕ уйăх юла юпса выртнине виçĕ кунта ăçтан тӳрре кăларăн! Коммунизм ялавĕ.

Ят хуртар

Ят хуртар называть / Назвать именем чьим.
Тен — ăçтан пĕлме пултарăр? — Ман [сăвăçăн] ята та хуртарма Кăмăл тăвĕ тĕп хуламăр Пĕр-пĕр урлă урама. П. Хусанкай.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

гимназист

ч.с. Гимназире вĕренекен ача. Нумаях пулмасть ирттернĕ выставкăра гимназистсен вуншар ӳкерчĕкне кăтартнă. Х-р, 3.10.1992, 1 с. Пĕрремĕш кун шкула пынипех ача ăçтан-ха гимназист пулса тăтăр. Т-ш, 1999, 5 /, 1 с. Ачăра гимназире вĕрентес тесен шута илĕр, 1-мĕш класра гимназистсем çук, прогимназистсем кăна. Х-р, 29.05.2001, 1 с. — хулари гимназист (Т-ш, 1998, 3 /).

йĕкĕлтӳ

п.в. Йĕкĕлтев, тăрăхлав, витлев. Йĕкĕлтӳ, тарăху, тавăру çиçĕмĕ çиçсе илчĕ унăн шĕл кăвар сирпĕтен куçĕнче. А.Талвир, 1965 (Никĕс), 284 с. Ăçтан килет çак йĕкĕлтӳ. В.Тимаков //Х-р, 30.06.1995, 4 с.

нухрат

п.п. Укçа, укçа-тенкĕ, кĕмĕл (туп.). Ăçтан-ха упăшку нухрат çитертĕр, шалу çумне мĕскер хушас-ха ун тата. С.Шавлы //К-н, 1959, 11 /, 5 с. «Акă вăл нухрат! Кĕсье тулли!»пĕр ывăç хут укçа туртса кăларать Смирнов. К-н, 1977, 16 /, 9 с. Наташа ... ним шелсĕр укçа-тенкĕ тăкакланă. Светлана тĕлĕнсех кайнă, ăçтан унăн çавăн чухлĕ нухрат. Т-ш, 1999, 2 /, 4 с. Мускава килме ... вĕсен нухрачĕ те çук. ХС, 1999, 36 /, 2 с. — нухрат пар (В.Алендей, 1979, 110 с.; К-н, 1986, 17 /, 7 с.); нухрат тӳле (К-н, 1987, 15 /, 10 с.; ÇХ, 1998, 44 /, 8 с.); нухрат туп (Х-р, 18.09.1992, 3 с.; Ар, 2001, 15 /, 3 с.); нухрат уйăр (ХС, 1999, 12 /, 3 с.; С-р, 2002, 40 /, 2 с.); нухратпа ти-вĕçтер (Х-р, 6.07.2001, 4 с.); нухрат енчĕкĕ (Х-р, 21.05.1999, 1 с.); — пухăннă нухрат (Х-р, 21.08.1998, 1 с.); район бюджетĕнчи нухрат (ÇХ, 2001, 47 /, 2 с.).

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

словарь

сăмах пуххи. Чăваш сăмахĕсене халĕ тĕпĕ-йĕрĕпе, ăçтан тухнине, мĕнле çырсан тĕрĕсрех пулнине тĕпчесе сăмах пуххи (словарь) туса çырса пĕтермен халĕ [Комиссаров 1918:3].

смета

укçа хисепĕ, бюджет. Хысна укçине пăхса тăракан министр (министр финансов) çулленех çĕнĕ çул умĕн çитес çулшăн хыснана укçа ăçтан кĕмелли çинчен, вăл укçана ăçта ямалли çинчен хисеп çырать; вăл хисепе вырăсла смета (бюджет) теççĕ. Халĕ çак укçа хисепне (сметăна) ĕнтĕ министр малтан Патшалăх Пухуне памалла [Высочайшие 1906:14].

Турă çырăвĕ

Христос тĕнĕ мĕн пулнине, вăл ăçтан тухнине, епле кĕнеке тăрăх вĕрентнине çырса кăтартакан кĕнеке пуххи. Христос тĕнĕ мĕн вăл, ăçтан тухнă вăл, епле кĕнеке çине çырнă тăрăх вĕрентеççĕ ун çинчен – çавсене тĕппи-йĕррипе йĕрлесе пăхса пĕлес пулать. Вăл кĕнекесене вырăсла Священное писание теççĕ, чăвашла калас пулсассăн вĕсене Турă çырăвĕ, Таса çыру теме юрать [Указание 1893:3]; Турă çырăвĕ тесе ветхий завет Библия кĕнекине, Евангелиепе апостолсем çырнă кĕнекесене калаççĕ [Избранные (январь) 1904:41].

Çавăн пекех пăхăр:

ăçта кирлĕ унта ăçта пăхнă унта ăçталла ăçталла-кунталла « ăçтан » ăçтан çитнĕ унтан ăçтан килчĕ унтан ăçтан кирлĕ унтан ăçтана Ăçтаппан

ăçтан
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150