Шырав: ăвăслăх

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

ăвăслăх

осинник, осиновая роща
вĕтĕ ăвăслăх — мелкий осинник
Ăвăслăх витĕр юр çăвать. (Çăнăх аллани). — загадка Сквозь осинник падает снег. (Просеивание муки).

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

ха

(ха), частица, соответствующая русскому: разве, неужели. Абаш. Миколай, эс киле пымăн-им-ха? (Так сказал дед внуку, который не жал хлеба). СТИК. Сана тивей-мен-им-ха? Тебе не попало разве еще? Ib. Эп унтан хăраппи-ха! Вот еше, я разве боюсь его! N. Рăтиван хăта вилни-ха эппин? Ала б. Иван Суволов шухăшлать, тет, ăшĕнче: Эп-и-ха ку? (неужели это я?) — тесе. || Может быть, возможно. Изамб. Т. Хăйĕн асапĕ пĕтрĕ, арăмне шел.— Шел те, мĕн тăвас тен? Качча кайĕ-ха. N. Кунта илсе парĕç-и-ха, пит васкаса ан ил. || Вероятно. Букв. Вăл лашине тăратнă та, кунта мĕн те пулин пур-тăр-ха тесе, пăхма пынă. Чаду-к. Пĕрре тилĕ çын пулчĕ, тет те, калать: Тилĕ тус пур-и, кума пулма пырать-ши? Упи каланă: Пырать пулĕ-ха, тултаччĕ. || Наверное. N. Вăл килсен çитерет те-ха мана, килмен, мур. Если придет, то накормит. || Еще. N. Кăна тунипех сахал-ха. N. Ăçтан тупăн-ха хаçатне, ăна илме киоск та çук-ха. N. Халĕ те килмен-и-ха вĕсем? ЧС. Киле кĕтĕм те, мана анне: Тата мĕншен йĕретĕн-ха? терĕ. Тим. † Ӳссе кăна ӳссе çитĕнетĕр, пур-и-ха кассăрта тусăрсем? ЧС. Ăçта кайрăн-ха? СТИК. Пĕр-пĕр ют çын авăн çапакан çемье çапнă çĕре пырат та: Кăсем авăн çапаççĕ иккен-ха,— тет. N. Эпĕ çак чашкăсене çăвап-ха, эс кăшт кĕтсе тăр, унтан вара кайăпăр. Оп. ис. ч. II. Эпĕ тухаймарăм-ха. Я еще не удосужилась выйти. || Вот. СТИК. Авăн çапма тытăнтăмăр-ха. Ib. Вăрмана кайса килтĕм-ха. В лес сходил вот. (Говорит, положим, человек, только что возвратившийся из десу, постороннему человеку; говорит слегка). || Вот именно. Микушк. Татах тухса ларнă пухăва, çапла ларакан-ха вăл. || Ну что... Яжутк. Мучĕшĕ каларĕ, тет, турăн-и-ха? тесе каларĕ, тет. || Выражает сомнение. Альш. Эй, кукша, санран пулас-ха патша хĕрне илме. Ib. Пĕри калать, тет: Эй, эсĕ илме-ха ăна. || Соответствует русской частице ка. N. Кĕнекине ывăт-ха ман патма. Кинь-ка книгу ко мне. В. С. Разум. КЧП. Ан тат-ха çырлине, кĕт пиçерех патăр. Н. Байгул. Çи-ха, çи. Ст. Чек. Курам-ха, курам-халь. Ib. Ту-ха, ĕçле-ха; сывă пулăр-ха. Орау. Ыран виç сахатра килеп, эсĕр килте пулăр-ха, кирлĕ. Оп. ис. ч. II. Ан перĕр-ха, чарăнăр. Погодите-ка стрелять, перестаньте. Ib. Çимелли кӳрĕр-ха! Дайте-ка мне поесть! Ib. Анне, шыв пар-ха! Мама, дай-ка водицы! || Служит для смягчения приказания. Оп. ис. ч. II. Мейĕр, çийĕр Иван татăкне, вăл кĕтесре йăлăнтарса лартăр-ха! — терĕ. „Нате, ешьте Иванов кусок,— сказал он,— пусть он сидит в углу и капризничает“. Ib. Пит ывăннă пулĕ вăл; ан тив кантăр, вара хăех уçăлĕ-ха. Он, чай, устал; пусть отдохнет, тогда сам и приободрится. Ib. Атя, килех, ирт кунталла, калаçса ларапăр-ха. Иди, проходи сюда; поговорим. || Соответствует русской частице же. С. Айб. Халь те пулсан манăн çав лаша-ха. Бес. чув. З0. Мĕнле-ха вăл апла? Как же это так? || В качестве вопросительной частицы. Чем люди живы. Хăшĕ-ха сирĕн атă ăсти? — Эпĕ те-ха. Бес. чув. Сан ывăлу кампа пасара кайнăччĕ-ха? Ал. цв. 12. Эпĕ вĕсене ури-аллисене çыхса ирĕксĕр яраймăп. Тата епле, мĕнле çулпа çитмелле-ха кунта? Эпĕ çитиччен икĕ çул шăпах иртрĕ, мĕнле çулпа килнине пĕртте пĕлместĕп, тенĕ. О сохр. здор. Мĕнле сарăлать-ха çак чир? Вăл ак мĕнле сарăлать. || Соответствует русской частице ли. N. Тăванăм, эсĕ кăçал киле тавăрнайни-ха? Сенчук. † Пилĕкĕрте пурçын пиçихи, ялăрта сутакан пур-и-ха? N. Эс вăрантăн-и-ха ? Меня занимает, встал ли ты? || В качестве вставного замечания. Альш. Пирĕн ăвăслăх теççĕ-ха. БАБ. Учуке-ха ăна хирти тырă-пулăшăнах тăваççĕ, çавăнпа ăна ялта тумаççĕ, пĕр-пĕр уллах çĕрте, хирте, тăваççĕ. Альш. Малтанхи кунех хĕрсем хваттире кĕрпесем, çусем, тăвар илсе пыраççĕ-ха. Нюш-к. Вара çавăнтах куç курми пулчĕ (потерял зрение), тет. Ку мана юрамас-çке, ку ырă укçа мар-ха, тесе, хуранне хыпаласа тупса, талĕрсене каялла ятăм, тет. N. Кĕçĕр эпĕр час çывăрмăпăр-ха (т. е. займемся каким-нибудь нужным делом). N. Аçу ăçта? тесен, эпĕ: вăрмана кайнă-ха (ожидается его возвращение) вăл, теттĕм. Чем люди живы. Ăçтисем пулатăн-ха эсĕ? Могонин. А! вот сана, ман анана сухаланăшăн вăл мĕле асаплантарать-ха, терĕ. Орау. Пăркун каларăм вĕт-ха. Оп. ис. ч. II. Лашасем шывшăн пулĕ-ха. Лошади, небось, хотят пить (воды). СТИК. Вăл ик аллипе сăхсăхса илчĕ пуль-ха! Не токмо что, наверное, еще обеими руками перекрестился! Ib. Çавăнта кайса килес пуль-ха. (Говорит, готовясь уже итти, куда хочет). N. Вĕсем калаççĕ: Сирĕн Йевкен вăйăра пулĕ-ха, вăл çавăнтан килеймерĕ пулĕ-ха,— теççĕ.

чăтлăх

чаща; дремучий лес; заросль. Дик. леб З4. Елиса ун пек чăтлăха унччен нихăçан та кĕрсе курман. Ib. 34. Хăй вăрманти чи чăтлăх çĕре кĕрсе кайнă. Скоро она зашла в самую чащу леса. А.-п. й. 15. Ак пырать хайхискер чăтлăх вăрман хушшипе. Альш. Сĕве кукăрĕнчен инçех мар, вăрмана кастарнă та ĕлĕкрех, халĕ чăтлăх çăкалăх, ăвăслăх шăтса ӳснĕ.

шăт

произрастать, всходить, прорастать, появляться. N. Вăрлăх шăтни, прорастание семян. Букв. 1900. Мĕн акнă, çавă шăтать. ЧП. Эпир каяс çул çинче пăрăнайса шăтнă пĕр тулă. Ib. Эпир каяс-килес çул çине шăтайса тухнă пĕр тулă. А.-п. й. 81. Иван пĕрре хире кайса пăхать те, пăрçа лайăх шăтнине кура, килне çав тери хавасланса таврăнать. О сохр. здор. 55. Çуркунне шăта пуçланă çĕрулмине нихăçан та çиме кирлĕ мар. Скотолеч. 28. Шăтса кайнă улма. Проросший картофель. Альш. Путпулсем кунта начар: час шăтать карттахви. Аттик. Унтан кайран чечексем шăтса тухаççĕ. Хош-Çырми. Кăçалхи напор поласса пĕлнĕ полсан, аçа та кикен полас-мĕн, çеçен хир варрине шăтас-мĕн, хорçă çавапала касăлас-мĕн. Кабы я знал, что в этом году будет набор, так лучше стать бы мне чемерицей без семян, вырости бы в чистом поле, скоситься стальною косою (Солд. п.). ГФФ. Кăвак тай (= та ай) çеçке шăтса ӳснĕ те полсассăн... Кабы я взошел и вырос синим цветком... Альш. Сĕве кукăрĕнчен инçех мар, вăрмана кастарнă та ĕлĕкрех халĕ чăтлăх çăкалăх, ăвăслăх шăтса ӳснĕ. N. Сирĕн урамăрсем кукăр-макăр, кукрисерен шăтнă сар çăка. Сунч. Пилĕк палан пĕр тĕмĕрен, палан шăтать, тăван шăтмасть. Собр. Шăл ӳксенех йытта памалла, кайран хытă шăл шăтат, тет. Якейк. Кĕтӳ хирĕç тохрăм та, мăклă тына тĕл полтăм, мыри шăтмин пырĕччĕ, мыри шăтас сасси пор. N. Çапла шăтса тухнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ. || Лопнуть. N. Шурă шурă çăмарта, шăтмĕ, шăтмĕ терĕçĕ, шăтрĕ-çке шăтасса. Сĕт-к. Куçĕ шăтса йохтăр. Юрк. Пире курайман тăшмансенĕн алли-ури типсе хăринччĕ, икĕ куçĕ шăтса тухинччĕ. Альш. Эй, шăтнă куç! || Прорваться, продырявиться. Карамыш. Ала шăтнă. Рогожка решета (полотно сита) прорвалась. А.-п. й. 39. Ула-такка Сахар лавĕ çинчи пичке тăррине хăпарса ларчĕ те, шĕвĕр сăмсипеле шаккама тытăнчĕ. Шаккасан-шаккасан, пичке хăми витĕрех шăтса тухрĕ. || N. Лопăр полнă ачи пĕртак тăхтасан, пырса ыйтатчĕ: „Ойăх шăтса-и?“ — тетчĕ.— Шăтса, — теттĕмĕрччĕ. || Открыться (о тайне), проговориться. Разг. С. Мих. 39. Çын ĕçĕ йăвăрри пĕре-пĕре шăтать — шăтатех. П. Яндоуши. Пĕри пирĕн туйла авланнă, уна нумайччен пĕлмен, вара такăш пĕри шăтнă та (сăмах вĕçерĕннĕ те), кăларса ячĕç. || Доносить. Орау. Кайса шăтнă, е урăхла: шĕрса кăтартнă (передал тайно о событии). Ст. Чек. Ку çын ĕнтĕ матруса (леснику) шăтнă пулĕ, ав матрус килет. || Промахнуться (в игре в камешки — шакла). Шорник. Пĕррере шăтрĕ. Ib. Лапра шăтрĕ.

ăвăслăх

осинник. || Назв. урочищ. Альш. «Ăвăслăх» вăл пирĕн хисеплĕ вырăн пулнă (место на Свияге). Ib. Тĕме тавра пĕчĕкçĕ çырма пек лапă; шыв пулать вăл лапра; пĕтĕмпе хăмăш пусса илнĕ ăна; çав тĕмере «Ăвăслăхри ырăсем» тенĕ.

юсман

(jусман), очень тонкая лепешка, из которой нарезывается салма. А. Турх. М. П. Петр. Юсман ― жертвенные блины. N. Тутлă тулăран, пĕчĕкçеççĕ, çӳп-çӳхе, çатма çинче, пĕçереççĕ, ăна юсман теççĕ. Юрк. Юсмана чӳк тунă чухне пĕçереççĕ. Тутлă (пресное) чуста тăваççĕ, çуртăри çăнăхĕнчен. Ăна етерпе çӳп-çӳхе хут пек çӳхе тăваççĕ; икерчĕ пек çаврака пулат. Çупа çулаççĕ. Вут çинче икерчĕ пĕçернĕ пек пĕçереççĕ. К.-Кушки. Ырсемсене кашнине юсманна йăвачапа кĕл-тунă. Собр. 233. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманпа чӳклеççĕ. Вомбу-к. Юсман. Юсман икерчсем. Юсманпа чӳкленĕ. Хпарту чустинчен тăваççĕ. СПВВ. Юсман — çăмах, пашалу пек. Етрух. Унтан вара юсман икерчпе те çавăн пек тепĕр шурă тутăр çине хурса çыхать. Ст. Чек. Киремете ― юсманпа, шерпетпе, пылпа. Турра пашалупа (сăмсалă, кăкапалă), пăтăпа. Юсман — чӳклекен çӳхе, сарлака икерчĕ; пылпа сĕреççĕ. Пашалупа пăтă турра параççĕ. Пашалу сăмсине, кăваписене пĕр кашăк пăтăпа аслăк çине ытаççĕ. СПВВ. Юсман ― çӳхе пашалу. См. Магн. М. 46. Альш. Чăвашсем унта юсман таврашĕ пыра-пыра чӳкленĕ (в «ăвăслăх»). Макка. 233. Турра паратпăр, тесе, пăтă-юсман пĕçереççĕ; юсман хурăн çулçи пек, ăна пĕр 200 е 100 пĕçереççĕ. СПВВ. ИФ. Юсман çӳп-çӳхе. Сарсан, çупа çатма çинче пĕçереççĕ. Йĕтĕрпе сараççĕ.

и-ха-ха

лошадь. Встреч. в загадке о сите из конского волоса. Рак. Йĕри-тавра ăвăслăх, варри и-ха-ха. (Алла).

Утруска

новая иоросль на вырубке. Альш. Сĕве кукăрĕнчен инçех мар: вăрмана кастарнă та ĕлĕкрех, халĕ чăтлăх çăкалăх, ăвăслăх шăтса ӳснĕ. «Утруска» теççĕ ăна. М. Д. † Утрускана кайăк çура тунă-çке, хай çурисем хăйне пулас пек.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

осинник

сущ.муж.
ăвăслăх, ăвăс вăрманĕ

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

осинник

м. ăвăслăх.

Çавăн пекех пăхăр:

Ăвăс шывĕ ăвăс-кăмпи Ăвăслă вар Ăвăслă-Канав « ăвăслăх » ăвăслăх кĕлли ăвăсла ăвăслан ăвăт ăвăш

ăвăслăх
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Пусăм
ắвăслăх
 
Фонетика
7 сас
7 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Транскрипци
[ъ́възлъх]
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150