Шырав: ăман

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

вăлта

2.
крючок (рыболовный)
вăлта чĕми — бородка крючка
вăлтана ăман тир — насадить на крючок червя

тир

2.
низать, нанизывать
накалывать

çип çине шăрçа тир — низать бусы на нитку
вăлта çине ăман тир — насаживать червяка на крючок

ăман

1.
червь, червяк
мăн ăман — крупный червь, выползок
çĕр ăманĕ — земляной червь
тислĕк ăманĕ — навозный червь
ăман кăлар — накопать червей (для рыбной ловли)
вăлтана ăман тир — насадить на крючок червяка

ăман

2.
личинка навозного жука
ăман пек йăралан — копошиться, еле-еле двигаться

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

хур

хор, класть, ставить, положить, поставить, строить. Ст. Чек. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положил книгу под подушку. А.-п. й. 4. Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр. Ib. П. Ваçлей нушана епле лектернине, ăçта хунине, епле çавăнтан вара пурнăçĕ малалла кайнине хунĕне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Василий рассказал тестю обо всем подробно: как он поймал нужду, куда положил, и как с того времени жизнь у него пошла хорошая. Ib. 71. Илсе хурас ăна кӳме çине, тет вăл ямшăкне. Ib. 71. Вилнĕ кашкăра кӳме çине илсе хураççĕ те малалла вĕçтереççĕ. Ib. 54. Йăви хăвăртрах сивĕнтĕр тесе, чӳрече çине пырса хучĕ. Ib. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Ib. 77. Каçхине Ваçлей лаша кӳлчĕ те, нушана тытса хупнă арчана урапа çине хурса, вăрмана тухса кайрĕ. Вечером Василий заложил телегу, поставил сундук, взял железную лопату и отправился в лес для похорон нужды. Ib. 68. Çăнăхпа пĕрле вăл Пӳрнескене те илсе кĕчĕ, тет те, çăнăхне аламасăрах кăвас хурса лартрĕ, тет. КВИ. Анчах шăлнĕ укçине хăйĕн айне хурса ларнă. ГФФ. † Кăвак сăхман илемсĕр сак çинче хорса каснăран. Серый кафтан некрасив потому, что его кроили на лавке. Регули 854. Ман тырă (тыр) питĕ нумай, ташта хома вырăн топас. Н. Седяк. Вăя пуçланă чух шăпа тытса çăпатасене хурала хураççĕ (кладут под охрану). N. Кĕлте çыхнă чухне çурлана хулпуççи çине хураççĕ. ЧП. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? Янтик. Есир япалусене çакăнта хурайрăр. Ib. Килсен кала вĕсене, япалисене çакăнта хурайччăр. Ib. Эс, Хветĕр, çурлуна çакăнта хурайăр, никам та илес çук ăна. N. Урăх çĕрелле кайса хуман-и? Не положила-ли куда-нибудь в другое место? А.-п. й. 66. Пĕр карчăк кăмака умĕнчи кашта çине типĕтме вутă хунă, тет. Ib. 106. Çавăнта сарайне кайса хур, теççĕ хуçисем. Якейк. Тепĕр рет хорса каяс. Надо начать класть новый ряд (напр. кннг). N. Тăхлаччи пиçнĕ хура пĕр-пĕр савăтпа сĕтел çине пырса хурать. N. Эсĕ лашăна юпа çумне хур, ху тăрăх сак çине лар. N. † Айăм, айăм темесен ая минтер хумĕçĕ. НР. † Çырма орлă каçă хотăм. Мостки устроил через речку. Султангул. † Эсĕ леш енче, тăван та, эп ку енче, кил иксĕмĕр хурар та ай каçмине. Хуратсăн хур каçмине ай çӳçерен, пусмассерен вăль-вăль та ай авăнтăр. Н. Карм. Каçмăрсене хурсан çирĕкрен хурăр, каçмассерен каçмăр авăнтăр. || Прикладывать, приложить. N. Вăл хăлхине ĕçчена çумне хунă та итлет. Он приложил ухо к стене и слушает. О земл. Кĕнеке тăрăх мĕн пĕлнине ĕçе хума тăрăшаççĕ. N. Çитмĕл çула çитрĕм, çын çине алă хурса курман. || Ударить. Альш. Çакă çĕлен Ивана пырса хучĕ, тет (ударил). || Класть больного в больницу. Кан. Кусене эпĕ хамăр Пеловолшск пульнитсине хутăм. Сборн. по мед. Дифтеритпа чирленĕ çынна часрах больницăна хумалла, е ун патне доктора чĕнсе килмелле. || Привернуть (оглобли). Торп-к. Старик вăрмантан килсе торта хочĕ, тет (привернул). N. Кĕркури турта касса тухса хурать те, урапи çине хăпарса ларса, татах малтанхи юррах юрлать. || Пришить. N. Кĕрĕк çине хур. Пришить к шубе (о воротнике). ТХКА. 71. Çăварнире лаша ĕрĕхсе çурна кĕрĕкĕн çаннине çĕнĕ тир татăкĕпе анне пит лайăх сапланăччĕ, йăллисене çĕнĕрен хунăччĕ. || Заплатать. N. Йĕм çине тăхăрвун пилĕк саплак хунă пулнă. || Натягивать (о струнах). Якейк. Кĕслея çĕнĕ хĕлĕхсем хочĕç (натянули). || Набираться. Урож. год. Нӳрĕпе хăват хурса çитĕнеççĕ хумханса (травы). N. Самана лăпкă тăрсан, эпĕ хăват хурăттăм. || Ставить (самовар). Янтик. Кĕпер пенчи сăрлă юпа ут кăкарни пирĕн у ( = вăл), сăмавар хурса сахăр катни шур явлăкли пирĕн у. || Поставить (охрану). N. Халĕ (1906 ç.) вырăнĕ-вырăнĕпе хурал хунă, е салтаксем тăраççĕ, е казаксем çӳреççĕ. || Ставить в банк (в игре в карты). Орау. Малтан пĕрер тенкĕ хурса вылярĕç. Унтан икшер тенкĕ хура пуçларĕç. || Закладывать, заложить. Альш. 15 тенкĕ парса ятăм та, тăлăпне хăварчĕ хурса. Юрк. Хупаха хур. Заложить в кабаке (вещь). Ib. Хупаха хурса эрех ĕçеççĕ. || Начислять. N. Ун чухне банк укçана пит пысăк процента хурса пама пуçланă. || Творить (ставить) тесто, замесить. Юрк. Кăвас хур. N. Кӳптĕрме хур. Сред. Юм. Колаç хорса лартрăм. (Колаç пĕçерме чоста хорса лартсан çапла калаççĕ). Хурамал. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. || Назначать на место, на должность. Пухтел. N. Сана каллех ĕлĕкхи вырăна хурĕç. Альш. Унта вĕсем хăйсен хутлăхне пĕр хĕрне касначчея хураççĕ. Истор. Аслă княçа иккĕшинчен пĕрне хурасшăн пулнă. N. Пирĕн ялта шкул уçнă, унта çав Волкăва хăйне тиректăра хунă. Чăв. й. пур. 26. Сана куланай пухма хуратпăр. Ib. 26°. Сана куланай пухма хурасшăн, тенĕ. || Определить, установить. N. Вĕсем пĕтĕм халăх çырăва вĕрентĕр тесе çĕнĕ йĕрке хунă. Орау. Атăсене икĕ мăшăрне те кайса парас: хăшне тӳрлетет, вара пĕр мăшăрне хăй илсе тӳрлетнĕшĕн укçа хури (хурĕ-и)? N. Вут тупăнмарĕ, ыттине ĕçе хунă. || Решать. N. Йышăнмасан укçа пама пăрахăç тума хунă. || Накинуть. П. Патт. 13. Темĕскерле çын кĕрĕкне хулпуççи çине хурса тухрĕ. || Прикрытый. И. Тукт. Кайсан-кайсан, Ульянасене пĕр чăптапа витсе хунă лав тĕл пулчĕ. || Приказать, велеть. N. Çаврăнма хуратна, анма хуратна юланут çинчен? (Такмак). || Подать в суд. Чăв. й. пур. 210. Эпĕ каçармастăп, манăн ача вилет, эпĕ сута хуратăп, тенĕ. СПВВ. Сута хучĕç. || Чув. пр. о пог. 278. Хĕлле юр сакăн-сакăн пусма пек картлашкаллă пит нумай хурсан, çулла тырă-пулă пит лайăх пулать. Если зимою очень много насядет снегу ступеньками, как у лесенки, летом хлеб будет очень хороший. || Уродиться, родиться в кого. Юрк. Такам шуйттана эсĕ хунă! Ib. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: „Ачу масарĕ ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши? Пирĕн йăхра никам та ун пекки çукчĕ-çке“. N. Вăл амăшне те, пиччĕшне те хуман, пит çемçе çын пулнă. Регули 923. Пĕтĕмпех хама хунă. ÇМ. вăт. || Значит, надо полагать (?). Рукоп. календ. 1908. Шикланаççĕ хур.|| Почитать, ставить во что. N. Илтмĕтĕм сирĕн сăмахăра, чунăм чухлĕ хуратăп кăмăлăра. ÇМ. Этем чунне — выльăх чунĕ вырăнне ан хурăр. N. Эсĕ ман сумаха сумах вырне хумарăн. N. Пирĕн ватăсене чыса хураççĕ. Дик. леб. Çакна хăнăрсене чысламалли тĕслĕрен ĕçме-çиме вырăнне хурса выльăр. N. Кăмăл хурса, хĕрхенсе ман айăпа каçарсам. || Составить, сложить. N. Микула геройсене мухтаса юрламалли çĕнĕ юрă хучĕ. || Сравнивать. N. Петĕр çын чĕрине çăлкуçĕ майлă хурат.|| Зачесть. N. Эсир мана ку ĕçшĕн айăпа ан хурăр, тенĕ. N. Мана винавата хуран. N. Çавна та ĕнтĕ айăпа хуратна? || Давать (имя). Яжутк. Пирĕн ялта пĕтĕмпех (все) Шăнкрин ятлă, ахаль пуп çавнашкал хунă. || Девать. Хĕн-хур. Ачасене ăçта хурас! Вĕсене те пăрахас-и-мĕн? Толст. Çиллĕме ăçта хурам-ши? Юрк. Ай-хай, арăмçăм, сарă арăм, çта хурĕç-ши манăн чунăма? Чем люди живы. Кала эсĕ, укçăна ăçта хутăн? тет Матрӳне. Альш. Килĕнче хăйĕн пурлăхне ниçта хура пĕлмен. Ib. Сирĕн пек лайăх çынсем умĕнче ырă сăмахăма ăçта хурам-ши? Ал. цв. Каялла çаврăнса пăхать те, ниçта алă хума та вырăн çук. || Наливать. N. Сăра хур, наливать. || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: хур, хур, тесе сĕнеççĕ. || Оценивать. N. Хамăрне 50 тенке хутăмăр. Орау. Сурăха пĕр тенкĕ хучĕç. Оценили овцу в рубль. || N. Эсир канаш тăватăр пулсан, эпир ăна пĕтерĕпĕр; эсир пĕр-пĕр сăмах хурсан, вăл сирĕн пулмасăр юлĕ. N. Хампала иксĕмĕр хушăмăра эпĕ сăмах хуратăп. || Быть принятым. П.-Пинер. Пасара кайсан çын вали кулаç илме хуман. N. Уяра хирĕç юпăнчă илме хунă. N. Ывăла шаннă — хуран çеккĕлинчен тытма хунă тет, хĕре шаннă — алăк хăлăпĕнчен тытма хунă тет. || Потратить. Календ. 1907. Çĕре тухăçлăрах тăвас тесен, ăна ĕçлеме вай нумайтарах хурас пулат. || Пожертвовать. N. Вĕсем халăха ирĕке кăларасшăн хăйсен пуçĕсене хучĕç. || Развести (огонь). НР. † Уй варрине вут хуртăм. Среди поля я огонь развела. А.-п. й. 21. Такасем, пĕр-пĕринпе тĕкĕшессине шанса, шăнасран çапă пуçтарса вут хунă. || В чувашизмах. ЧС. Вăл (лошадь) е хирте е картăшĕнче ирĕк çӳренĕ чухне, ун патне тытас тесе ют çын ан пыра хур (и не думай подходить), хăна пĕр систермесĕр шартлаттарса тапса яратчĕ. N. Эпир çав ӳсĕр пекех пулас мар, хамăр ăса çухатсах хурас мар. Халапсем 27. Тархасшăн ан кая хур (не уходи), эсĕ пире тĕрмере çĕртсе пĕтеретĕн. Юрк. Ан кая хур. Не вздумай пойти! Чем люди живы. Çимун Михала ĕçне пырса пăхнă та, шартах сикнĕ: Михала улпут таварĕнчен вилнĕ çын пушмакки çĕленĕ хунă. Конст. чав. Инке каллех: ан ухмахланса çӳре хур эсĕ, ачам, апла, терĕ. См. Магн. М. 263. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Виçтерсе хур, эп пырăп. Вели взвесить, я приду (и возьму). Ib. Вăл çаран çине кĕре ан хур — пĕтрĕн вара. Не вздумай пойти на эти луга — погибнешь. ГФФ. † Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. Оп. ис. ч. II. Лашине витине хупса хурат. Ставит дошадь в конюшню. Ib. Çил тухиччен акса хурас. Надо (заранее) отсеяться, пока нет ветра. Ib. Тĕтĕрсе пĕтерсен, шăналăка карчĕ те хучĕ. Окурив, она задернула полог. А.-п. й. 53. Кашкăр йăпăр-япăр тĕпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пас кăларса вĕрме тытăнчĕ. Когда волк забрался туда, собака захлопнула крышку, а потом принялась лаять. Ib. 90. Мĕн пур йăвăç купинче мачча кашти курăнмасть. Тупса хурсан кашталăх, тытăнăп тин ĕçлеме. Ib. 91. Çав вăхăтра Сахарĕ çыхать хурать улпута. Ib. 82. Хайхисем килĕшрĕç те, сумккăпа кив капансене улăштарса та хучĕç. Альш. Унтан (она) кукша качакине илет те, хăй качакине çыхса хурат, тет. N. Çапла вара илемлĕ чĕлхене пăсса хураççĕ. Чăв. й. пур. 33°. Ивана хăне ĕçтерсе ӳсĕртнĕ те, пылне вăрттăн илсе хурса сута-сута янă. N. Ухмах çынна ан хирĕçтере хур, вăл тем те туса хума пултарать. Янш.-Норв. Çапла вĕсем вара çураçса хураççĕ те, туй тума япаласем хатĕрлесе хураççĕ. Регули 958. Ĕнер туса хорас мĕн сирĕн. N. Сухи пуçпе сӳрине сухаласа пĕтернĕ ана çинчен тепĕр ана çине кайса хучĕ. Халапсем 15. Хай упанăн икĕ хăлхинчен ярса тытса часах урапине кӳлсе те хурать. N. Агаша йĕре-йĕре Корней пичĕ çине таса тумтир витсе хунă. N. Палач вĕрене хăвăрт туртса илнĕ те юпа çумне çыхса хунă. N. Çитсен (по прибытии) мĕн тăвассине вăл малтанах вĕрентсе хунă. Истор. Ывăлĕсене вăл хăй сывă чухнех пĕрер хула парса хунă. Шăна чир. сар. 19. Шăнасене пистерттерет, нумайĕшĕ тата вырăнтах шăнасене вĕлерсе хурать. N. Пĕр кулак çапла каларĕ, тет: „Пире пĕтĕмпех пĕтерсе хурасшăн“, терĕ, тет. N. Ӳсечен (?) çăнăх исе хурайтăн-а? N. Авал пĕр пысăк пуçлăхран ыйтнă, тет: „ Эсĕ тĕрмене лартакан çынсем хушшинче пит лайăх çынсем те пур-тăр-çке? — тесе. Пуçлăх пăртак шухăшларĕ, тет те, каласа хучĕ, тет. N. Тепĕр çын тата. „Чăн пирĕн çарансем питĕ начар, анчах вăл выльăх çӳренĕрен мар, çулсем çапла килчĕç“, тесе хучĕ. N. „Çапла вăл, Микулай, çапла; Ваçлей пурне те пĕлет вăл“, тесе хучĕ Ерхип. Кн. для чт. 65. Хăйне ниçта кайса хума пĕлмен. N. Каç пулсан пулла кайăпăр тесе ăман чакалтаса хутăмăр. Имен. Ашшĕ ăна хирĕç илме тохать. Алăк оçса хочĕ. Хора-Çирма. Эсир уншăн ятласах хумăр, тесе шутларăм. Думаю (думал), что вы меня не будете за это слишком бранить. (Из письма). Орау. Йăтăнса анса пусса хурĕ (придавит). N. Алтса хур (вырыть). ЧС. Çапла тетен (у брата) сулахай алли типе пуçласан хай этем: „Акă ку керемет çеремĕ хай Михелене мĕн туса хунă, тетчĕ (т. е. что сделал ему киреметь за распахивание киреметевой земли). N. Иле хăйне ырăлăх тунăшăн Якку çапла туса хунă. КВИ. Пиччĕш хăйĕн шăлнĕне чиксе хучĕ укçашăн. N. Хула хапхине хупса хунă. N. Вĕсене епле пĕтерсе хунине (как истребили) илтсеттĕмĕр эпир. N. Чӳрече çумне хĕрлĕ вĕрен çыхса хур.

чакалта

рыть, копать. Пшкрт, Шибач. N. Каç пулсан пулла кайăпăр тесе ăман чакалтаса хутăмăр. Хорачка. Каран ульă сана кăларма пырать, чакалтаса кăларать,— вилнĕ. || Долбить. СТИК. Хăмана чист чакалтаса пăсса пĕтернĕ (издолбил всю доску). || Придираться. Мĕн сăмаха чакалтаса каян! Что ты придираешься к словам.

пулин

(пул'ин'), пусть, ну так что же? См. Оп. иссл. чув. cинт. II, 165. Регули 439. Вăл сумар полчĕ; полин, мĕскер тăвас. СТИК. Кайнă пулин вара... мана мĕн ĕç! Мне какое дело, пусть ушли. || Несмотря на то... хотя. Регули 1516. Хăва хоçа полин те, çаплах ĕçлет. Ib. 1500. Вăл пурмис полин те, эп онтан хăрамастăп. Б.-Яуши. † Кăвакарчăн кăвак та, чĕппи нумай, чĕппи нумай пулин те, ай, сĕчĕ çук. N. Хам пĕчĕккĕ пулин те, чăрмавăм пысăк пулайчĕ. Актай. Аçуна вĕлерчĕ пулин те, кайнă чух улма пулса ларăпăр, вĕсем, ăна çисе пăхсан, вилĕç, тесе каларĕç, тет. Якейк. Йăван полин Йăван çынтан колат. || Даже и... Торп-к. Хум-пуç калать тет: эсĕр уна та пулин (даже о такой малости) калатăр; эпĕ кĕсре куртăм, утмассерен тиха тăвать те, уна та пулин (даже о такой удивительной вещи) каламастăп. || Хотя бы. N. Вăл та пулин ан пăрахтăр. Менча Ч. Камăн хăйĕн аш-пăш, сăра тума хăмла-салат çукки сутăн та пулин илсе хатĕрлет (хоть купит да приготовит, т. е. хотя бы даже пришлось купить, а все-таки купит). Янтик. Салам ярса салам çитмесен, хăвăр та пулин килсе курсамăр. Ачач 71. Апла пулин те. || Кабы, если бы. СТИК. Эсĕ мана ăна каланă пулин, атту каламан мĕн туман, ыйтатăн (кабы ты говорил мне, тогда другое дело, а то чего приставать). || Урмай. Кучĕ (хлеба) хăмăш пек, тăрри пăрçа пек пысăк пулин пар. (Моленье). Т. VI, 25. Пĕсмĕлле, турăçăм-пӳлĕхçĕм, выльăх-чĕрлĕхшĕн те пулин çырлах; пĕр вĕçне картана, тепĕр вĕçне шыва пар. Кĕсре хыççăн тиха ертме пулин пар, сурăх хыççăн путек ертме пулин пар. || Иногда имеет то же значение, что пулсан. Альш. † Ăсатассăр пулин час ăсатăр: пусмăр çине тухса тĕсетĕр. Ib. Тырри пулин тырри, чăххи пулин чăххи, темĕн те пуçтаратчĕç, тет. || Из-за, ради. Ерк. 54. Мула пулин уйрăлчĕ ула утран Патерек — виçĕ тăван савăнчĕ ку лашашăн темĕн пек. || Часто входит в состав неопределенных местоимений и наречий. О сохр. здор. 20. Çавăн пек чирлĕ çынсенчен чир кирек мĕнле япалана та пулин çыпăçса ерсе юлать юлатех. || Что касается до... Ст. Шаймурз. Ашшĕ пулин, улпут пулса пурăнат, тет, ывăлĕ халĕ те патша пулса пурăнат, тет. (Сказка). Альш. Çуркунне пулин пĕтĕмпе яла шыв кĕрет. Ib. Ача-пăча çула пулин пĕрер кăкшăм ăман чавса кăларат та навус айĕнчен, каят эрттилпе Этремен хĕррине вăлта хыптарма.

ăман

(ŏман, ы̆ман), дождевой червь. Н. Седяк, Баранов 104. Вăл сиен тăвакан хурт-кăпшанкăсене, хуртсене, ăмансене темĕн чухлĕ çиет. Она (птичка) съедает много вредных насекомых и червей. N. Эпир пĕрре юлташпала кăнтăрла, каç пулсан, пулла кайăпăр, тесе, ăман чакалтаса хутăмăр. Однажды, в обед, мы с товарищем, предполагая идти вечером на рыбалку, нарыли дождевых червей. || Белый червь в навозе. Орау, КС. Ăман, навозный червь, крупный, белый. Ib. Ăман пек мĕшĕлтетсе çӳрет. Копошится как червяк. Янгорч., Кибеки. Ăман (ŏман), белый навозный червь с черной головкой и синей задницей (личинка).

ман

дождевой червь. Чертаг., Шумерля. См. ăман. || Глиста. Мыслец.

манă

(маны̆), дождевой червь. В. Олг., Синерь, См. ăман.

вĕтĕн

опалиться, быть спалену (о шерсти и пр.). Абаш. Панклеи. Олăм ори çонса пĕттĕр те, кашкăр хĕп-хĕрлĕ тохать, пĕтĕмпе вĕтĕнсе кайнă (опалился). Сунт. 1929, № 9. Теплушкă-вакунсенчен пулнă тем варăмĕш пойăс вĕтĕннĕ çĕр тăрăх хĕрлĕ ăман пекех авкаланса станетсăри çынсен куçĕнчен çухалчĕ. Пшкрт. Коры̆к тӳэлβӓ вэ̆дэ̆нзӓаjза (сгорела от солнца). Кайсар. Кăçал тырă хĕвелпех вĕтĕнчĕ, мĕн пулнă пекки çилне тăкăнчĕ. Пшкрт. Кы̆мађа с'инџӓ сы̆кман вэ̆дэ̆нзӓаjза. || В перен. см. Сред. Юм. Мĕн вĕтĕнсе çӳрен эс кôнта паян çарамас (т. е. ходишь и зябнешь)? Орау. Вĕтĕннĕ! туртаймаçть мур! (ругают лошадей). Лаши чăхăммасассăн: ай, вĕтĕннĕ! Патак илсен, сана тапăртаттарăп! (я тебе покажу, как топтаться и не везти). Сред. Юм. Вĕтĕннĕ, тесе, сивĕре начар тумтирпе çӳрекен çынна калаççĕ. Ib. Эй вĕтĕннĕ, эс тăвайратна çавна! (тебе ли это сделать, замухрышка!).

йĕлĕ

(jэ̆л’э̆), дождевой червяк. Пшкрт. СПВВ. ТА. Йĕлĕ = ăман. СПВВ. Т. Йĕлле вăлтана тăхăнтараççĕ те, пулă тытаççĕ. || Слеза. См. куç-çулĕ, куç-çӳл, куç-çулли. Собр. † Пирĕн юхна куç йĕлли хĕвел анăçне кӳл пулĕ.

йĕпе-ман

(jэ̆бэ-ман), дождевой червяк. См. ăман, оман . Якейк.

вăлта

(вы̆лда), удочка. Сюгал-Яуш. Анчах кайма вăлтасене пуçтарса çыхрăмăр та, çирам (siс!) хĕрне хăпаратăпăр. Ib. Унтан тата вăлтасене сӳтрĕмĕр те, кайлах пулă тытма тапратрăмăр. Чаду-к. Эпир пĕр вырăна пытăмăр та, унта вăлтасем çине уман (= ăман) чиксе, шыва ятăмăр. Н. Седяк. Вăлта — уда. Кн. для чт. I, 1907,32. Ăна (ыраш-пĕтрине) валтаран илнĕ те, витрене янă.

вăлта хыптар

удить. Альш. Вăлта хыптарма-кăна никама та чармаççĕ. N. Вăлта хыптарма карăр-и эсир? Вăлтине мĕнпе сыптаратăр? (чем наживляете?). N. Вăлтана ăманпа, шăнапа, çăкăрпа хыптараççĕ. Рыбу ловят удочкой на червяка и пр. Каша. † Шур-шур тăрăх çӳрерĕм, çинçе вăлта хыптарса. См. хып. Изамб. К. Вăлта çине манă (-ăман) тиретĕп.

вăр-вар

подр. более или менее резким неодинаковым движениям струй воздуха. || Подр. проворному движению. Чăв. юм. 1919, 22. Хай карчăк вăр-вар алăкне, кантăксене уçса пăрахрĕ. СПВВ. X. Вăр-вар пуçтарăпăр (быстро соберем). Б. Олг. Тыткаласам вăр-вар (скорее), манă пак (т. е. ăман пек, как червяк) сӳрекелетĕн! Пшкрт. Вы̆р-вардарак каjза-ҕил (скорее)! Сред. Юм. Ĕçе пит хăвăрт тусан: вăр-вар туса пăрахать, теççĕ; тата елем çакăнса тăрсан çил вĕçтерсен, вăр-вар тăвать, теççĕ. Истор. Ар, шыв хĕррине çитсен, вăр-вар тумтирне хывса пăрахнă та (быстро разделся), ишсе каçма тытăннă. Ой-к. Вăр-вар пĕр ук(ç)а. (Йăтă). || Проворный. Истор. Вăл пит хастарлă, вăр-вар ача пулнă.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

ползти

глаг. несов.
1. шу, упален, шуса пыр, упаленсе пыр; червяк ползёт ăман шуса пырать
2. шу, ерипен куç, хуллен ирт; поезд еле ползёт поезд аран шуса пырать; время ползёт медленно вăхăт ерипен шăвать ♦ слухи ползут сас-хура сарăлать

червь

сущ.муж., множ. черви
ăман, хурт; земляной червь çĕр ăманĕ; шелковичный червь пурçăн хурчĕ

червяк

сущ.муж.
ăман, шĕвĕрĕлчен; ловить рыбу на червяка пулла ăманпа тыт

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

червь

м. червяк хурт, ăман; дождевой червь ăман; шелковичный червь пурçăн хурчĕ; заморить червяка чĕре сурри ту (хырăм выçнине кăшт çырткаласа ирттерсе яр).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

дождевой

прил. çумăр ⸗ĕ [⸗и]; дождевая вода çумăр шывĕ; ◇ дождевой червь ăман; дождевой гриб см. дождевик.

копать

несов. что 1. алт, чав, пус, чакала, хусăкла; копать землю çĕр чав; копать огород пахча пус; копать грядки йăран пус (е хусăкла); 2. (извлекать) кăлар; копать картофель çĕрулми кăлар; копать червей ăман кăлар; копать могилу кому-л. шăтăк алт (виле пытарма).

червь

м. 1. хурт; дождевой червь ăман; 2. разг. (личинка) хурт; шелковичный червь пурçăн хурчĕ.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

ăман

суалчан

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

ăман

(йĕлĕ) дождевой червь — lumbricus terrestris

йĕлĕ

см. ăман

Çавăн пекех пăхăр:

ăмăртуçă ăмăртуллă ăмăши ларăри? ăма « ăман » ăмлаççи ăмлат ăммă ăмма ăмра

ăман
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150