ăмма
разг.
то же, что ма
кĕмсĕртеттер
понуд. форма от кĕмсĕртет. ППТ. Çав шăтăка (отверстие) тунă чух, çăварĕ патне (ко рту похороненного) чавса çите пуçласан, ку Питĕр(к)ке тупăкĕнчен кĕмсĕртеттерсе туха пуçланă, тет. Кан. Хăшĕ пĕр маях каяла-маяла çӳресе, кĕмсĕртеттерсе иртеççĕ. Юрк. Тепĕр вырăсĕ те, кĕсем çапла савăнса, кĕсле каласа ташланине кура-тăра (видя), ытараймасăр, тытăнат хăй юлташĕпе пĕрле урайĕнче, туйри пек, кĕмсĕртеттерсе, сике-сике ташлама. Шурăм-п. № 24. Пăрахут кĕмсĕртеттерни пĕртик анчах илтĕнет. СТИК. Кĕлетре кам кĕмсĕртеттерсе çӳрет? Ib. Тĕттĕм çĕрте япаласене перĕнсе ӳкерсе çӳренине аяккарахран итлесе тăракан çын: кĕмсĕртеттерсе çӳрет, тийĕ (скажет). Тюрл. Ăмма кĕмсĕртеттеретĕн (стучишь?) Сред. Юм. Кам кĕмсĕртеттерсе çӳрет çав алкомче? («Стук досок, по которым ступают, и предметов, укладываемых или бросаемых. кем-нибудь»). || О громе. Paas. Аслати кĕмсĕртеттерет. См. МКП 145.
тĕртни
узкая лента, тканье. Абаш. Тĕртни (аркă вĕçне тытаççĕ). Якейк. Йăван карти йăвăçлăх, йăвăç шăнче çӳреме сентел масмак чăтас çок, тĕртни (самодельный) çине тăвас полать, вăл та полин чăтас çок, торат çаклатса йолмалла. ГФФ. † Крахян тĕртни тĕртет, тет, пăхать, тет те, макрать тет. Ăмма макран тесессĕн, тĕртни олшу полать, тет. Тĕртни олшу полмасть, тет, Микка ойăрса ярать, тет. А Аграфена, говорят, ткет, а сама все плачет. Когда скажут: „О чем ты плачешь?“ — Аграфена отвечает, что в тканье вышла ошибка. Но оказывается, не в тканье вышла ошибка, а Мика, говорят, с ней расходится.
шурал
шорал, побелеть. Ск. и пред. чув. 10. Тĕтре çӳрет шуралса, çӳлĕ ту тавра явăнса. N. Чавка кăвакарчинсене лайăх çитернине курнă, вăл шуралса кăвакарчинсен йăвине вĕçсе пынă. || Побледнеть. Хош-Çырми. Нар пек хĕрлĕ сăнăм шоралчĕ. Побледнело мое румяное личико. Икково. Пĕре шоралать, тепре хĕрелет. То бледнеет, то краснеет. || Линять, выцветать. Пшкрт. Якейк. Çийăм толли кăвак постав, шоралтăр, кивелтĕр. || Поседеть, состариться. ГФФ. Тантăш ăмма шоралнă? Ним туса та шоралман, порвăç тытса шоралнă. Отчего это поседел мой ровесник? Ни отчего другого он поседел, а поседел от житейских забот. Баран. 136. Ватăлса шуралса кайнă. N. Шурă тутăр çуса çакрăм, çил вĕçтерсе ӳкерчĕ; пирĕн атте хĕрĕ çын сăмахпе шуралчĕ. N. Ватăлса шуралнă çын. СТИК. Ашшĕпе амĕшĕ чист ватăлса шуралса карĕç. || Хош-Çырми. Çорăм пуçĕ килет шоралса. Занимается белая заря. || Созреть (о хлебах). N. Тырă шуралнă. Шуралса иртнĕ.
карăн
(кары̆н), вытягиваться, растягиваться; потягиваться. Зап. ВНО. Каран, потянуться. Пшкрт. Асту, эп сана пырса карăнсарак çапса ерĕп-тĕк, таста кайса ӳкĕн! N. † Карта тулли çӳрен ут, карăнса пăхса юлаççĕ. Образцы 84. Карташ чулли лашаçăм, карăна пăха юлать-çке. Альш. † Кашкăр килет карăнса, каç пулнине хĕрĕнсе. Юрк. Кăмака хыçĕсене те карăнса пăхат, çӳлелле те астăват, хыпаласа та пăхат, нимĕн тăва пĕлмес. N. Хыпаланса, унта-кунта тăрса, карăнса пăхкаласа илет те, ниçта курăнмасан: манăн та чăматанăм çук, кам илсе тухнине курмарăр-а? тесе ыйтат хăйпе пĕрле ларса пыракансенчен (других пассажиров). Батыр. † Кайăк хурсем килет карăнса, икĕ çунаттипе сарăлса. К.-Кушки. Темĕскер ман паян ялан карăнас килет. Меня нынче что-то потягота берет. О сохр. здор. Унăк ĕçлесси килмест, яланах выртасшăнах тăрать, пит карăнас килет (одолевает потягота). Собр. Çын çинелле йытă карăнсан, хăна килет, теççĕ. Капк. Темиçе хутчен кушакла тутлăн карăнса илсен... Ст. Чек. Çын карăнат, потягивается. Чув. пр. о пог. 178. Асамат (сĕвек) кĕперри çӳлелле карăнсан, уяр пулат. Если радуга протянулась высоко, будет ясно. Ала 108°. † Хорăн тăрăнчи хор хорчкки (так!) хорсăм çине ялт! Кар(ă)нать. || Делаться тугим. КС. Ача ĕмĕртекен арăмăн кăккăри карăнать, сăвакан ĕненĕн çилли карăнат (= тулать). Ст. Чек. Чĕччи карăнман тет-ха (= сĕт тулман). Ib. Кăккăр карăнат (чрезвычайное накопление в груди молока у женщины после родов, при, котором болит грудь). О сохр. здор. Эсир сехетсерен апат çинĕрен, вăл çинĕ апат хырăмра çĕрсе ĕлкĕреймест; çавăнпа хырăм карăнса каять те, вар ырата пуçлать; тата ытти чирсем те ереççĕ. || Околеть. Якейк. Карăнман пуçна! Карăнашшĕ! («сильная ругань»). Ib. Карăнса выртманскер! (ругань). Сред. Юм. Карăнса вилешшĕ! (пит çиленнĕ çынна: ăмма вилмес-ши тессине калаççĕ). Чтобы ему околеть!
кăсăл
(казы̆л), быть разрезываемым и пр. N. Çак вутă касăлса, ăлав çине тиенсе, çыхăнса, киле çитинччĕ. N. Касăлнă чикĕннĕ, шыва путакан çынсем. Люди, изрубленные, проткнутые копьями и тонущие в воде. Сред. Юм. Каслашшĕ (каслашшэ̆), ругательное слово: «чтобы тебе заколоть самого себя!» Ib. Каслашшĕ (пит çиленнĕ çынна: ăмма касăлса вилмес-ши? тессине калаççĕ) || В перен. знач. Стюх. Касăлтăм. Измаялся. Ib. Апатсăр касăлчĕ. Измаялся без еды. КС. Паян эпĕ иртенпех çиман, чĕре касăлчĕ. Иетор. Вырăссем выçă касăлнă хрантсуссене хыçалтан та, аяккисенчен те аптăратнă. Якейк. Выççа аптраса, чĕри касăлнă та, вилнĕ çав; вилмесĕр тата! N. Ан çинĕ пултăр паян, хуть çанта кăт касăл! терĕ. Не смей сегодня есть, хоть околевай! (Угроза). Ск. и пред. 20. Шурут çырми лакăмне пирĕн утсем тăрăннă, типĕ çырма тĕпĕнче выçă пирки касăлнă. Баран. 31. Çакăнтан кайран Йăкăнат укçашăн касăла пуçланă (нуждался в деньгах). Ст. Чек. Касăлса тăр, голодать [хытă тăрса (скупясь), çиес тыра çимесĕр тăрса]. Ib. Ку лаша тулли! — Тулли пулмасăр, пирĕнни пек касăлса тăман вĕт!
ăмма
(ы̆мма), почему, зачем. Н. Седяк., Хурамал. СПВВ. Ăмма = мĕн тума. НТЧ. Акă ăна ăмма апла ят хунă, тет. Вот почему ему дали такое имя. Байгул. † Ăмма макрать çав атте? Лаша илсе каять; тетне? Пирĕн лаша урара. Что плачет этот тятя? Не думаешь-ли ты, что я уеду на (твоей) лошади? Наша лошадь (у нас) в ногах. См. мăнма.
ăмма
съедобное (на языке детей). Учите детей. Çимелли япаласене пурне те ăмма тет. Все съедобное (ребенок) называет ăмма.
Çавăн пекех пăхăр:
ăман ăмлаççи ăмлат ăммă « ăмма » ăмра ăмсăн ăмсăрлану ăмсан ăмсанакан