Шырав: ăнман

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

вĕчĕх

II. глаг.

1.
злиться, раздражаться
сăлтавсăр вĕчĕх — злиться без причины
ăнман пурнăçшăн вĕчĕх — озлобиться от жизненных неудач
вĕчĕхсе çӳре — злиться (постоянно)

сая

сая кай
пропасть даром, без пользы
пойти прахом
разг.
ман ĕçлени сая каймарĕ — мой труды не пропали даром
йăлтах сая кайрĕ — все пошло прахом

сая яр —
1) тратить попусту, без пользы
укçана ан сая яр — не трать попусту деньги
2) портить
ăнман çĕвĕç пусмана сая ячĕ — неумелый портной испортил материал

сая пул —
1) оказаться напрасным, бесполезным
ĕçлени сая пулчĕ — работа оказалась бесполезной
2) погибнуть, пропасть, пасть
лаша сая пулнă — лошадь пала

ăнман

1.
неудачный, неудачливый
ăнман кун — неудачный день
ăнман хапхаçă — неудачливый вратарь

ăнман

2.
негодный, дурной, скверный
ăнман çын — дурной человек
Ăнман çынпа çул çине ан тух — пуçна çухатăн. — посл. С дурным человеком в путь не отправляйся — потеряешь голову.

ăнман

3.
глупый, бестолковый
эх, ăнман, çавна та тăваймастăн! — эх ты, бестолковый, и этого не можешь сделать!

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

типири

некогда, название духа (типĕ ырри?). Орау. Мĕн типири тытрĕ тата? Ах, ку ача-пчана ним туса та юраттарма çук (на этих ребят никак не угодишь)! СТИК. Çын темĕскерле хирĕçсе çитсен, сăмах майне килмесен (если кто-нибудь вздорит и не поддается уговорам): типири тытрĕ, теççĕ. СПВВ. Т. Типири çынна е урмаштарать, е темĕн чухлĕ чĕнсен те чĕнми тăвать. Çын вара тах калаçса ларнă чухне вăрçма тытăнать; вара: кăна типири тытрĕ пулас, теççĕ. || Неслух. СПВВ. ФИ. Типири — ие. Çапла чарса чарăнман, ăнман ачана калаççĕ. Ib. Çын ӳкĕтне килмен çынна, типири! теççĕ. || Брезгуша. Некстати вспыльчивый. Орау. Типири тесе, апат тиркесе çимасăр юнтаракан çынна калаççĕ. Ib. Типири — кирлĕ-кирлĕ маршăн çиленекен. || Властолюбивый. СПВВ. ТМ. Типири-усал, çынна хăйне пăхăнса пурăнма хушакан çын. || Брань. Ст. Чек. СПВВ. ЕС. Упăшки арăмне хĕне пуçласан, арăмĕ упăшкине: типири! тет. Урăх çынна та калаççĕ.

тулппар

аляповато сложенный, грубосложенный. Ст. Чек. Тулппар — ăнман пысăк (илемсĕр пысăк) епелене (выльăха та, çынна та) калаççĕ.

персе тух

появиться сразу, выскочить неожиданно, подойти вдруг. К.- Кушки. Авăра-кăшман анчах персе тухрĕ (выросло). N. Кирлĕ-кирлĕ мар курăк пере-пере тухнă. Ib. Тырă пулакан хирсене ăнман курăк пере-пере тухрĕ. N. Сăмса тăрринех темĕскер персе тухрĕ (нарыв и пр.). N. Çан-çурăма шатра персе тухрĕ. О сохр. здор. Пĕтĕм çан-çурăмне шатра (сыпь) персе тухать. Сборн. по мед. Вара пĕтĕм ӳте кĕçтекен шатра персе тухать. Истор. Унтан июнĕн 21-мĕш кунĕнче тата вут персе тухнă. КС. Персе тухрĕ, выскочил быстро. Ал. цв. 6. Пырсан-пырсан, вăл пĕр сарлака уçланка персе тухать. КС. Ман пата пĕр хуйхатнă мулкач печĕ тухрĕ. Баран. 138. Пĕр шыв çулĕ (под землею) тепĕр çул çумне пырса хутăшать, кайран вăл çап-çутă, тап-таса шывлă çăл пулса, çĕр айĕнчен персе тухать. Стюх. † Шур Атăлпа прахут килет, персе тухрĕ хĕррине. Пароход быстро направился, подошел к берегу. О сохр. здор. Ун çинчи шăналăка сирсе пăхсан, пит усал шăршă персе тухать (из люльки) || Обокрасть. Кан. Авăн картинче ларакан ампарĕнчен çăраççипе крышшисене ватса тумтирсем, шур япала таврашсем т. ыт. персе тухса кайнă.

ача ту

(т̚у), partum edere, родить ребенка. Курм. Теменке çол порнаççĕ вăсам, арăмĕ ача тумаçть. Они прожили много лет, но жена его не родила детей. Чист. Унта вара ват карчăксем те пыраççĕ; ача тума пăрахнисем кăна пыраççĕ, çамрăккисем пĕри те пымаççĕ. Туда приходят и старые старухи; приходят только те женщины, которые уже перестали родить детей, а из молодых не приходит ни одна. Артюшк. З69°. Пĕр пичĕ уйăх, тепĕр пичĕ хĕвел ача тăваканне илер, тенĕ. Возьмем такую, которая рожала бы таких ребят, у которых одна щека была бы месяц, другая — солнце. Ст. Чек. Мĕн пур пĕр ар турăм та, урăх тумарăм та... Я родила всего только одного ребенка. Ib. Тăват ача çынпа тунă. Родила четверых от чужого (при живом муже). Альш. Эпĕ лайăх ача тăваймарăм, ялан пăрахса пытăм. У меня не было благополучных родов, а все выкидыши. Ib. Ăнман арăм вăл, ялан хырăм пăрахать. Якейк. Хĕр-арăм сара хутра анчах вон ачаран ытла тăвать. Женщина редко родит больше десятерых (у женщины редко бывает больше десятерых детей).

пăнтăх

заплесневеть, испортиться. О сохр. здор. Йăлт пăнтăхса çĕрсе кайнă пулла çиес пулмасть. Ib. Анчах тĕпсакайĕ аяккисенче усал, ăнман, пăнтăхакан, çĕрекен тăпра ан пултăр. Хурамал. Çăккăр пăнтăхнă (заплесневел). Слеп. Пăнтăхса кăвакарса ларать. Питушк. Чĕрле капан (стог) тусассăн пăнтăхат (гниет в стогу). СПВВ. АС. Пăнтăхнă — кăмпаланса кăвакарнă. Ст. Чек. Унăн тăваралă çăвĕ (маленькие сырцы с маслом) пăнтăхса кăвакарса кайнă. Тускел. Çăмарта пăнтăхнă (протухло). Сред. Юм. Кив сăра малтан шăркаланать, вара кăмăскать, кайран вара чысти пăнтăхсах каять те, ĕçме те йорамас. СПВВ. Пăнтăхса ларнă, заплесневело. КС. Пăхăр укçа, çĕр айĕнче выртсан, пăнтăхать. Якейк. Пирн нӳхрепри пичкесем пĕтĕмпех пăнтăхса ларнă, халях кăларса тасатас полать. || В перен. смысле. N. Антон антăхнă, арăмĕ пăнтăхнă. (Сӳткеленчĕк). Зап. ВНО. Пӳртре ларсах пăнтăхрăн эсĕ! Сёт-к. Çăт-касси çăтăхнă, арĕм тоти тотăхнă, ачи-пăчи пăнтăхнă (так насмехаются над сёткасинцами). Кан. Э-э-э... хăнтăласем! Ни ĕçлени, ни пурăнни çук сирĕн... пăнтăхнăсем!

калăпсăр

неосанистый. К.-Кушки. || Невоздержанный в речах, беспорядочный человек. КС. || Сиктер. Калăпсăр, неуклюжий, весуразный. || Цив. Калăпсăр — жадный. || В качестве наречия (в перен. см.). Юрк. Арăм пур, хăне кура калăпсăр тунă япала, ăнман хур пек, пуçне каçартса, шăлне йĕрсе çӳрет. Кӳрши-аршисемпе те килĕштереймест. || СПВВ. Калăпсăр = тăрлавсăр.

ăй

(ы̆j, произн. в нос), межд. отвращения. СТИК. Ăй, ăнман! (брань). Шорк. Ăй (ŏj с назал. гласной), ирсĕр! У, поганец!

ăн

(ы̆н), удаваться, хорошо уродиться. Изамб. Т. Ăнса пулнă купăста пуçĕ. Хороший вилок капусты. СПВВ. БМ. Ăнать = ӳнет = ĕнет ― идет хорошо, ладится, спорится. Юрк. Ĕçĕ çапла ăнманинне курсан, ку, Митук, тытăнат тепĕр тĕрлĕ шухăшлама. Увидев, что дело не ладится (что ему не везет), Дмитрий начинает строить другие планы. Ст. Чек. Вырма тухнă кун малтанах ăнман çынна хирĕç пусан, алă касассине пĕлтерет; кассан, час тӳрленмест, тет. Собр. 39°. Сутă тума кайнă чух пушă витре курсан, сутă ăнмасть, теççĕ. Если встретишь (женщину) с пустыми ведрами, когда будешь отправляться на торговлю, то не будет удачи в торговле. Юрк. Ĕçĕмĕр ăнтăр. Пусть будет удача в нашем деле. IЬ. Ăнмасан, ик-виç сутка та йӳççе ларат. Если не удастся, то киснет 2—3 сутки. Учите детей. Ача ăнасси, ăнмасси хамăртан нумай килет. Удача или неудача в детях много зависит от нас самих. Упа 702. Алăк патĕнче вырăн ăнсассăн, тĕпелелле ан ирт, теççĕ. Если место у двери будет удачным, то, говорят, не нужно проходить в передний угол. (Послов.). Учите детей. Ăннă ача ашшĕ-амĕшшен чăнах та пысăк ырăлăх. Для родителей хороший («удавшийся») ребенок действительно большое добро. Сред. Юм. Пит ăнса полнă, тесе, тыр лайăх, вăйлă, пĕрчĕллĕ полсан, калаççĕ (когда хлеб хорошо уродится). Чув. Кален. 1911. Çавăнпа, ир аксан, тырă ăнса пуласса ĕмĕтленме пулать. Поэтому можно надеяться, что рано посеянный хлеб хорошо уродится. Чув. календ. 1910. Ялти çавăн пек лавккасем нумайĕшĕ прикащик ăнманнипе малалла каяймаççĕ. Многие из таких деревенских лавок из-за неудачного (выбора) приказчика, не могут торговать успешно. Ст. Шаймурз. Çулпа пынă чух умран кушак каçса кайсан, çул ăнмасть, тет. Если перебежит дорогу кошка, то не будет удачи в дороге. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кунĕ килнĕ çын ăнмасан (придет дурной человек), выльăх пымас, тет (не будет удачи в отношении скота). Истор. 51. Вăл та пулин ăнмарĕ, пăрахса кайрĕ. И тот оказался неудачным — бросил и ушел. Календ. 1903. Ĕçекен çыннăн ачисем ăнмаççĕ. У пьяницы не удаются дети (т. е. бывают больные). || Сред. Юм. Ачапча ăнмас ȏн. У него дети не живут.

ăнман

неудачный, неудачливый. Сред. Юм. Эй (произн. в нос с почти закрытым ртом) ăнман пăру! (Брань). Изамб. Т. Акă манăн пĕр ăнман Илче ятлă ывăл пур. Вот у меня есть один неудачный сын, по имени Илче. Чăв. й. пур. Вăл Микканăн халĕ икĕ ывăлĕ пур, икĕшĕ те ăнман, хăне хуман, икĕшĕ те чăрсăр, кампа килчĕ, унпа тӳпелешеççĕ. У этого Николая два сына, оба дурные; не по нему пошли; оба придирчивы, с кем попало схватываются. Ст. Чек. Ăнман çын, злой человек (таса мар ăш-чиклĕ çын). IЬ. Ăнман япала = начар япала, плохая вещь. Ист. церк. Франк çыннисем суя тĕне тытса пурăннă, пит вăрçа юратакан çынсем, усал, ăнман çынсем, этеме хĕрхенмен çынсем пулнă. О сохр. здор. 90. Анчах тĕп-сакайĕ аяккисенче усал, ăнман, пăнтăхакан, çĕрекен тăпра ан пултăр. Альш. † Ăнман çынпа çул çине ан тух, ырă улпут пек пуçна çухатăн. С дурным человеком не выходи в дорогу — потеряешь, как добрый барин, голову. N. Ăнман çын, несчастный, глупый. СПВВ. ИФ. Ăнман — пит ăслă мар, кăшăт тăн-тантарах. Ашшĕ çиленсен: эх, ăнман ачупăчу, çавна та тума пултараймас! Е япала çухатсан, тупаймасан, çапла калаççĕ. П.И. Мĕн турăн капла, ăнман, тесе калать, тет, амăшĕ. Что ты сделал, глупый! говорит ему мать. N. Ух та вырт кăмака çине, ăнман, тесе каларĕç тет вара (дураку). N. Ку улпут курать, тет те: эй, ăнман, ăçта кĕнĕ! тесе, хăй кĕпи-йĕмне хывса, кĕрет, тет

ăнманă

то же, что ăнман. См. Оп. иссл. чув. синт. 1, 417. Ст. Чек. Вырма тухнă кун малтанах ăнмана (злому) çынна хирĕç пусан, алă касассине пĕлтерет: кассан, час тӳрленмест, тет. Если в первый день выхода на жнитво встретишь злого человека, то это значит, что ты порежешь себе палец, и он не скоро заживет. IЬ. Ăнманă = усал, илемлĕ мар (нравств. и физически дурной). IЬ. Ăнманă (çын), дурной, плохой.

макарав шĕлепки

шляпа с Нижегородской ярмарки. Употр. этого выраж. основано на след. П. И. Орл. Пĕр çынăн Нижнине, Макарав ярмăкне, япаласем илме каймалла пулнă, тет. Çаккăн ачи унччен темшĕн яланах макăрса (кӳтсе) çӳренĕ, тет. Пĕрре çак çын, хăй каяс умĕн: ан йĕр, ярмăкран Макарав шĕлепки илсе килĕп, тесе калать, тет. Кайнă, тет, хайхи çын Макарава. Йĕрекен ача темĕн тĕрлĕ кĕтет, тет, ашшĕ Макаравран шĕлепке илсе килессе. Ашшĕ килсенех: шĕлепке илсе килтĕн-и? тесе калать, тет, ачи. Канăçсăрлансах аптăрата пуçларĕ, тет, çав тулăксăр ача. Пĕрре çак ача, шĕлепке илсе килменшĕн çиленнипе, шăртне шăнараймасăр, пĕр чĕрес сĕт тăкса янă.— Мĕн турăн капла, ăнман? тесе калать, тет, амăшĕ. Хăвăр мана Макаравран шĕлепке те исе килсе памарăр! тесе калать, тет, ачи — Акă вăл. Макарав-шĕлепки, эпĕ ăна Макаравран илсе килтĕм! тесе, ашшĕ çăпата туса ларнă çĕртен сикрĕ (scr. сикĕрĕ) тăчĕ, тет те, ăшалантара пуçларĕ, тет, ачине пушăтпа. Макарав шĕлепкине туянсан, кайран хайхи ача е йĕрин, тет. КС. Эп ăна Макарав шĕлепки тăхăнтартрăм (влепил, ударил; „задал перцу“). N. Ку та çитĕ халь, куншăн та Макарав шĕлепки тăхăнасран чун çук (страшно боюсь, как бы не попало, не „влетело“).

э-э

(чит. как протяжное э). Э-э! эс-и ман кĕпене пытаракан. А, это ты спрятал мою рубаху! Регули, 539. Э-э! (scr. эă) эс мана çапрăн, эп сана хуна çапам! Регули, 538. Э-э! вăл туса-ç эппин. Регули, 537. Э-э! эс калас çок-ç-ха! Регули, 535. Э-э, чăнах эп она кортăм. Орау. Ма тата апат çимастăн? — Пăртак выртса кансан, тин çияс теп. — Э-э, апла! Чăвип. Э-э! эсĕ эпĕ ырлăх тунине мантăн-а? Сала 186. Старикки калать (старухе), тет: э-э, ăнман япала! çынтан çапла кулаççĕ-и-мĕн? Регули, 534. Э-э, эп кортăм она. Арабузи. Э-э (долгое «е») унпала! Анччихрис çинчен пулсан! Ну, это что! Если бы про антихриста [то это было бы другое дело], т.-е. ату вещь не стоит читать. Изамб. Тет., 5З. Эсĕ хăш ял пулатăн вара? — Эпĕ хул-кĕперсем. Курнавшăра арман сутать, тенине илтнĕччĕ. — Э-э! çав Теччĕ çул çинчи Хуп-Кĕпер. Апла ĕнтĕ! Пĕлетĕп. Изамб. Тет. Э-э! Аçу-аннӳ килĕ мар-и? Çапла çав ул, хуньаçа-хуньама.

илĕрт

(ил'э̆рт, ил'э̆рт'), манить, заманить, прельстить (чем). Образцы. Илĕртрĕмĕр хĕрсене хĕрлĕ куçлă çĕрĕне. Образцы. Кинçĕм-чунçăм, Анна кин, сăхлантарчĕ тĕсĕне, ăмсантарчĕ пĕвĕне, йăпатайрĕ чĕлхипе, илĕртейрĕ куçĕпе. Ч. П. Каймăттăмăр вăрмана — хăмла çырли илĕртет; тухмăттăмăр выляма — хамăр савни илĕртет. Хурамал. Тухмăттăмчĕ çак вайя — чун илĕртен тантăш пур. Сред. Юм. Пĕрчик ачасĕне: япала парап, тесе, илĕртсе кирак-мĕн тутараççĕ. Чăв. юм. 1924, 24. Сана вăрманта арçури аташтарнă пуль. Сана пăрахасси лекнĕ. (К этому, в сноске, сказано: «Пăрахасси тени çăкăрпа арçурине чирлĕ çын патĕнчен илĕртсе кăларса яни. Çăкăр турамне вара арçури çыпçнă çĕре кайса пăрахаççĕ). † Тухмăттăм тухасса çак вăййа — чун илĕртен сарă ача пур. С. Тим. † Хĕреслĕ тенкĕ, кив тенкĕ, çакăр тухья çанкине (= çамкине) — ваттисене вăрçтарма, çамрăксене илĕртме. Орау. Пăртак илĕрт-ха ачана, кăваса çăрса пĕтерем. Помани или займи ребенка, я кончу месить. Орау. Ачана илĕртнĕ пек илĕртет, те: пĕлмест, тит... К. С. Çын илĕртнĕ хыççăн çӳрет. Поддается на приманку, на улещания. Лашман. † Чунçăм айван, пуççăм çамрăк — çын илĕртнĕ хыççăн пит каят. || Сбивать с толку, «смущать», подущать, науськивать. Юрк. Арăмĕ, ăнман япала, илĕрте пуçлать. Сред. Юм. Илĕртсе, çынна хĕнеттерет. || Прельщать, обманывать, обольщать. Уговаривать. Микушк. Ай-хай, ача. Ваня, Хветорана илĕртет! (Ваня Федору обманывает). Кожар. Вăсем илĕртсе ыйтасшăн пулнă, сăра ĕçме çилом илсе пычĕç. Алекс. Невск. Куланая майĕпе илĕртсе-туса илмен, ялан çапса хĕнесе илнĕ (сборщики). || Ябедничать. Рекеев, ТайбаТ. Илĕртсе кăтартаççĕ. Клевещут, ябедничают. Букв. I, 1904 г. Çĕнĕ кин пят хаяр, усал кăмăллă çын пулнă. Вăл асаттене анне çинчен йĕре-йĕре илĕртетчĕ, тет. М. Яльчики Т. Илĕртсе панă. Наябедничал. Л. Кошки, М. Ăнтавăш. Илĕртсе кăтартнă (то же значенне). || СТИК. Пырат çав ахалтен (ахальтен), çăккăр илĕртсе антарма! («говорят про воблу и прочие закуски к хлебу», благодаря которым и хлеб кажется вкуснее).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

рыба

сущ.жен.
пулă; морские рыбы тинĕс пуллисем; свежая рыба чĕрĕ пула; ловить рыбу сетью тетелпе пулă тыт ♦ ни рыба ни мясо ăнман япала; ловить в мутной воде рыбу майлă самантпа усă кур

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

безуспешный

ăнăçсăр, ăнăçусăр; уссăр, çитĕнӳсĕр, ĕç тухман, ăнман.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

негодный

прил. 1. (непригодный) юрăхсăр, юравсăр; негодный к употреблению усă курма юрăхсăр; 2. разг. (дурной, скверный) ăнăçсăр, ăнман, пархатарсăр, путсĕр, киревсĕр; негодный человек путсĕр çын.

незадачливый

прил. 1. разг. (неудачливый о человеке) ăнăçусăр, ĕçе ăнман; 2. (неудачный, несчастливый) ăнăçсăр, телейсĕр; незадачливый день ăнăçсăр кун.

несчастливый

прил. 1. телейсĕр, ăраскалсăр; несчастливый человек телейсĕр çын; 2. (неудачный) ăнăçсăр, ăнман; несчастливый день ăнăçсăр кун.

неудачливый

прил. ăнăçсăр, телейсĕр, пехетсĕр, ăнман, ăнăçу (е телей) çук; неудачливый человек телейсĕр çын.

неудачник

м. телейсĕр çын, ăнман, такăнчăк.

неудачный

прил. 1. ăнăçсăр, ăнман, телейсĕр; неудачная охота ăнăçсăр сунар; 2. (плохо получившийся) юрăхсăр, майсăр, начар; неудачный фотоснимок начар сăнӳкерчĕк.

рыба

ж. пулă; морская рыба тинĕс пулли; вяленая рыба типĕтнĕ пулă; ◇ биться как рыба об лёд см. href='/s/биться'>биться; как рыба в воде ирĕк туйни, ирĕклĕ; нем как рыба пач чĕмсĕр; ни рыба ни мясо ăнман çын; в мутной воде рыбу ловить пăтранчăк шывра пулă тыт.

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Кутăна пер

Кутăна пер 1. упрямиться / заупрямиться; 2. притворяться [прикидываться] / притворится [прикинуться].
1. Кирек мĕнле кала ăна. Перет вăл вĕçĕм кутăна, Шăп чăхăмçă, ăнман ут евĕр. А. Алка. Эпĕ пур, чуман лаша пек, кутăна петĕм. А. Ĕçхĕл. Пĕр кутăна персен, çумăр хапхине уçсах пăрахать. В. Бурнаевский. 2. Чирĕ-чĕрĕ пулман иккен Муççан, кĕреки пушаннине туйса кутăна пенĕ, тет, вăл. С. Аслан.

Çавăн пекех пăхăр:

ăнланусăр ăнланусăрлăх ăнлат ăнма « ăнман » ăнманă ăнманлăх ăнран кай ăнран яр ăнраш

ăнман
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150