культурологи
ç.с. Халăхăн ăс-хакăл культурине, ăспурлăх (туп.) аталанăвне, культурăпа общество çыхăнăвне тĕпчекен ăслăлăх. Ăна [Н.Егорова] Чăваш патшалăх уни-верситетне ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Килнĕ-килменех вăл кунта культурологи кафедрине туса хурать. ХС, 23.02.1999, 4 с. Хальхи вăхăтра журналист е учитель пулакансем уйрăммăн вĕренеççĕ, культурологи уйрăмĕ те пур. Х-р, 2.08.2000, 3 с.
— культурологи факультечĕ (ТА, 2003, 2 /, 32 с.).
ăспурлăх
ç.с. Халăхăн пурнăç палă-рăмĕсен тата пултарулăхĕпе çитĕнĕвĕсен пĕрлĕхĕ (тĕнче курăмĕ, чĕлхи, тум-тирĕ, йăли-йĕрки, сăмахлăхĕ т.ыт. те); культура. Чăваш халăхĕн тата мĕнпур Чăваш енĕн ирĕкĕпе чысĕ, ырлăх-сывлăхĕпе ăспурлăхĕ (культури). В.Станьял //Х-р, 19.12.1991, 2 с. Çак тапхăрта тăван чĕлхе, ăспурлăх (культура) пирки калаçни теприне тарăхтарать те пулĕ. А.Смолин //Х-р, 17.03.1992, 5 с. Пирĕн этикетра ун [хурав] валли ăспурлăх çителĕклĕ. Х-р, 3.10.1992, 2 с. Çак музей пирĕн ăспурлăхăн, культурăн уйрăлми пайĕ. Ç-т, 1995, 4—5 /, 31 с.
— тăван йăх ăс пурлăхĕ (ЧС, 1993, 10 кл., 3 с.); тăван халăх ăс пурлăхĕ (ЧЛ, 1994, 11 кл., 6 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
ăспару ăспаруçă ăспуç ăспуçлă « ăспурлăх » ăсран кай ăсран яр ăссăн ăссăр ăссăрлăх