Шырав: ĕмпӳ

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

ĕмпӳ

емьбю — князь; царь

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

патша

син.: ĕмпӳ
царь

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сут чĕлхи

заклинанье перед разбором дела в суде. Курм. сут чĕлхи. Атăл орлă, тинĕс орлă шор çӳçлă старик, шор çӳçлă карчăк. Çоната (в сенат) кайса çонатра çонат пуçне лепле итлет каланине, çанашкал ман халапа итлеччĕр. Пирĕн ĕмпӳ сăмахне епле этем улĕ-хĕр итлет, çанашкал итлеччĕр ман халапа. Тивиçи йăнарал сăмахне епле тивиçи итлет, ман сăмаха çанашкал итлеччĕр. Çорконне (кукку) килет, атать, çын епле первей илтет, йоратать, çанашкал ман халапа йоратчăр. Чĕкеç первей килет йорлать, çын епле итлет, йоратать, ман халапа çанашкал йоратчăр. Шăпчăк килет çорконне, çын первей (епле) илтет, йоратать, эп калаçнине çанашкал йоратчăр.

тепĕр

(тэбэ̆р), другой (второй), второй из двух; alter. Срв. урăх, другой, иной, alius. Б. Яныши. Çак пулă çисе ларнă çĕре тепĕр кашкăр чупса пычĕ, тет. N. Хай юмăçи тепĕр сĕтелпе тĕпел кукăрне ларнă. Йомзя села в угол за другой стол. Орау. Паян сучĕ пулмарĕ, тит, тепĕр сута хăварчĕç (отложили до другого заседания суда), тит. N. Тепĕр конче, на другой день. || Еще один, и еще один, praeterea unus. Орау. Кунсăр пуçне тепĕр каç анчах çыврап. Кроме этой ночи я переночую (здесь) еще только одну ночь. Яргуньк. Вара арăмĕ, Йăван çывăрсан, çак груша тата икĕ валяй дубинушкăпа тепĕр тутăр илчĕ те, хăйпе пĕрле варлă пурăннă ĕмпӳ ывйлĕ патне тарчĕ. Синерь. Пĕр шăшипе тепĕр сала-каяк икĕ пĕрчĕк сĕлĕ тупнă, тет. (Одна) мышь и (еще один) воробей нашли зернышко овса. Изванк. Тата лере чăх пусса çиме пĕр пĕчикрех хуран, тепĕр пуçламан пичке лартрĕç. N. Пĕр кĕпе, тепĕр йĕм, тепĕр носки, тата пилĕк листă хут. Шибач. Онта пычĕ тепĕр çӳçĕ. Туда еще пришел один портной (сначала приходил плотник). N. Вон тенкĕ панă полсан (она ему), тепĕр пилĕк тенкине (другую пятишницу) калах ыйтап (с него возьму назад?). N. Тата тепĕр часси (кроме того, часы) парса ятăм. Йӳç. такăнт. 15. Усал, яхăна та ямасть, ваттисемпе ятлаçас тесен! Çитĕнĕ акă тепĕр Вирĕс Лăриванĕ, каттăршнай... N. Тепĕр май çавăр. Коракыш. Пемесен (если не застрелишь меня), эпĕ сана пĕр çурăма, тепĕр курка сĕтĕме парăп, тесе каларĕ, тет (медведь). Альш. Ес-кӳллĕн тăрăшшĕ сахалтан пĕр çухрăм пур-тăр, урлăшĕ тата тепĕр çур çухрăма яхăн пуртăр. С. Айб. Тата тепĕр çĕр пар-ха. Еще сто рублей дай-ка (точнее: еще одну сотню). N. Унăн пĕр аллине касса татнă, тепĕр çур çăкăр парса хăварнă (брат). Эпир çур. çĕршыв 19. Киремет тĕми айĕнче çăл куçĕ, тата пĕчикçĕ кӳлĕ пур. Инçе мар тепĕр кӳлĕ лакăмĕ пур. НАК. Унпала пĕрле мăн-кĕрӳ арăмĕпе ларать кĕçĕн кĕрӳ, тата тепĕр шăппăрăç ларать. || Иной. N. Рикшиусем хăш чухне талăкра хĕрĕхшер-аллăшар çухрăм чунаççĕ, чупасса тепĕр лашаран та хытăрах чупаççĕ (шибче другой лошади, т. е. быстрее иной лошади). Ачач 100. Куракансем те пулнă. Пĕччен кăна çӳремест, тет. Тепĕр юлташĕпе, тет. Кан. Тепĕр сăмахпа каласан (иначе говоря): çемьере тăватă ятак пулсан, вăл киле пĕр кил вырăнне памалла. ТХКА 8. Тепĕр çĕрте чăвашсем çĕр çынтан сакăрвун çын траххомпа чирлени пулнă. N. Тепĕр пуян патне кайсан та, кун пеккине тупас çук. || Еще. Ст. Яха-к. Маçилке карчăк вара: тепĕр ик-виç кунтан (еще дня через три) килĕп, тесе янă (сказала пришедшей к ней женщине). N. Тепĕр ик уйăхран, еще месяца через два. N. Тепĕр икĕ эрнерен (недели через две) пыма хушрĕ. Шарбаш. Тепĕр пăластăк (= пĕр ластăк, немножко) тăрсассăн, постояв (побыв) еще немного. Шугур. Ц. Килте тепĕр çула яхăн (еще с год) пурăнсан, аннепе пĕр арман хуçи патне пурăнма карăм. N. Тепĕр кон чол порăнсассăн, прожив еще столько же. N. Тата тепĕр олтă çохрăм. Еще шесть верст. Кан. Унта чăваш тăватă кил. Тепĕр икĕ чăваш килĕ вăрмана, кăк çĕрĕ çине лараççĕ (еще два двора чуваш селятся в лесу, на росчисти, на чищобе). N. Атте çук, анне 55 çулта, тепĕр аппа куçсăр, эпĕ 15 çулта. || При перечислении может значить: первый, второй, третий и т. д. || В другой раз. Сред. Юм. Тепĕр килсен (в Курм. тепре килсен), при втором приходе. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ (алĕç) тытса ларать. Когда он пришел во второй раз, колдунья опять сидела за рукодельем. || При обозначениях времени иногда указывает на повторенне, наступление в будущем той самой поры или того момента когда говорящий произносит свои слова. КАЯ. Тепĕр çак кунччен (до сегодняшнего дня следующего года) мана тьыха парсан, каçарăп. (Слова киремети). N. Тепĕр çак вăхăтчен. Собр. Тепĕр çав вăхăтчен. || При обозначении приблизительного счета соответствует русскому еще приблизительно. N. Тепĕр иккĕ-виççĕ, еще два или три. N. Тепĕр ик уйăхран, еще месяца через два (т. е. приблиз. через 2 мес.). N. Тепĕр пилĕк уйăхран тата (татах) килĕп. Месяцев через пять я опять (еще опять) приеду. N. Прик кон шăнтса, тепĕр эрне пылчăк. || Следующий. КАЯ. Тепĕр кунче (= кунĕнче) аттесем кунĕпех ĕççĕрç (= ĕçрĕç). На другой день (postridie)... Изванк. Тепĕр кунчех, на другой же день. Б. Яныши. Тепĕр эрнере тунтикун пирĕн пата Сăранкассисем мана йĕп кăларма илме пурчĕ. N. Тепĕр кунĕн ирхине, чух шурăм-пуç (= çурăм-пуç) килнĕ чух, ирех çитрĕç Мускава. См еще прим. Оп. исслед. чув. синт. II, 66 (внизу).

Хусан

Хосан, г. Казань. Орау. Хусанĕпех çӳренĕ иккен (по всей Казани). Н. Карм. Хусансенчен Мускав курăнат, теççĕ, тусем çине ăлăхса пăхсассăн. N. Çакă ĕç Йăван ĕмпӳ Хосан тортса илнĕ чох полнă. Рак. Ашшĕ ура сыриччен ывăлĕ Хусана çитет. (Тĕтĕм). Регули 1474. Вăл пырса Хосана, Шопашкара. Çĕрпӳве. Яргейк. Пĕр хĕлĕх туртăп, Хусан тапратăп. (Хутăр çăмхалани). Коракыш. Хусан хылчăкĕ кунта килсе ӳкĕ. (Йĕп). Собр. Хусан хули вылять ту çинче, мĕлки ӳкет Самар шыв çине. СТИК. Хусан çулĕ тап-такăр (т. е. дорога скатертью). Пĕр-пĕр çын наянланса, хăй кайса илме ӳркенсе, тепĕр çынтан япала ыйтсан, леш ăна çапла каласа хурат. Н. Седяк. Кунти чăвашсем Хусан купĕрнинчен килнĕ. Тояпа ялĕнчен, Хура Шыв ялĕнчен, Йĕлмелĕ. N. † Пуса сартăм пурана, çил вĕçтерчĕ Хусана. Орау. Хусанăн мĕнĕн (в Казани и прочее) сĕтĕрĕнсе çӳресе ӳснĕскер. N. Хусантан укас килмесĕр тимĕр пукан çутăлмас. (Çурăм килни). Рак. Хусантан укас килмесĕр хурт-кăпшанхă тапранмаст. (Пăр кайни). Ib. Хусантан уккас килмесĕр тимĕр хапха уçăлмасть. (Çутăлни). Микушк. Хусантан уккас килмесĕр тимĕр хăма çурăлмасть. (Çуркуннехи пăр çурăлни). Нюш-к. † Хусан çуни хуçмалла, хуçсассăн иккĕн лармалла, тăссассăн тăваттăн лармалла. Юрк. † Хусан çуни хуçăлмалла, хуçăлсассăн та иккĕн лармалла. ТХКА. Асаттепе иксĕмĕре Хусан кăтартса çӳрерĕ. Оп. ис. ч. II. Хусантан саккун килмесĕр хăма çурăлмасть. (Хĕвел тухни). Доска расколется не раньше, как придет указ из Казани. ГФФ. † Хосантан тохакан мăн çолĕ... Казанский тракт. || Назв. селений. ЙФН. Хусан, ял ячĕ.

Кӧвеш

(кӧβӓш), старинное имя мужч. Пшкрт. Акпарспа Кӧвеш, Эник (jӓн'ик) ĕмпӳ патня кайнăç поççапма (бить челом на казанского хана).

пӳ

теперь отдельно не употребл. слово, соответствующее турецк. бий, бей, бек, пек, князь, господин, чиновник и пр.; встреч. в сложении: ĕмпӳ, мăнпӳ, пинпӳ, çĕрпӳ и др.

карăшлăх

(кары̆шлы̆х), назв. местности Татаркас. р. Хорачка. Карăшлăхра авал ĕмпӳ порăннă; онта крепĕç пор, теччĕ. Крепĕç карта вырăньă пор, теччĕ, лакçăк (рвы).

ӳмпӳ

царь. См. ĕмпӳ, патша. Б. Олг. Ӳмпӳе ларни, восшествие на престол.

ĕмпӳ

(ӧ̌мбӳ, э̆мбӳ), царь. СПВВ. ТА. Ĕмпӳ = патша. Пшкрт. Э̆мбӳ, царь. НАК. Эпĕ хура-кĕсрери ĕмпӳ (патша), сăрланти ĕмпӳ патĕнчен киле тавăрăнатăп. (Слова киремети, сказ. встретившемуся охотнику). || Царство, государство. Якейк. Пирĕн ĕмпӳ çинче вăрман нумай. . Вăл орăх ĕмпӳ çине тарчĕ.

ĕмпӳлле

игра в царьки. Якейк. Ачасам пĕр çĕре похăнса (вăтăрăн та вылляма йорать) икĕ ĕмпӳ уйăраççĕ; ĕмпĕве питĕ хытă чопакан ачасене анчах уйăраççĕ. Онтан вырăн виçеççĕ. Çирĕм-вăтăр отăм тӳрем çĕре виçеççĕ; варрине туя çапса лартаççĕ. Ăна кăран теççĕ. Икĕ пуçне тонтирсам прахаççĕ. Пĕтĕм выллякан ачасене икĕ пая (тăпă-тан) уйăраççĕ те, пĕр пайне пĕр ĕмпӳ, тепĕр пайне тепĕр ĕмпӳйĕ илет. Çав вылляма илнĕ вырăнăн ик пуçне икĕ патша хăйĕн çыннисампа тăрать. Пĕр патши тепĕр ĕмпӳн салтакне ячĕпе кăçкăрать. Леш, кăçкăрсанах, кăçкăрнă патша енелле чопать; çав ĕмпӳ таракан салтака тытма хăтланать; салтак, кăрантан тепĕр енелле тарса ӳксен, хăтăлать. Тытăннă салтак кăçкăрнă ĕмпӳйĕн полать. Каþан тепĕр патши пасăр кăçкăрнă ĕмпӳ салтакне кăçкăрать. Çапла пĕр-пĕр ĕмпӳн пĕр салтак йолмичченех вылляççĕ. Ĕмпӳве, пĕр салтаксăр тăрса йолсан, строй кăлараççĕ (прогоняют сквозь строй — наказание)

майхи

неизв. сл. встр. в сказке. Яргуньк. Тепĕртак (еще немного) пурăнсан, хай майхи ĕмпӳ çак çĕвĕçе хăнана чĕнчĕ.

мăн-пӳ

то же, что ĕмпӳ. [Мăн-пӳ по своему образованию то же, что ĕмпӳ (тюрк.: ӧн беj, бij, бӓr). Последнее сл. в части Чувашии употреблялось в значении царь. Первое встреч. в произв.].

Йăван

(jы̆ван), личн. хр. имя мужч., Иван. Собр. Йăвашран Йăван тухат, теççĕ. (Послов.: в тихом омуте черти водятся). Якейк. Йăван ĕмпӳ чохнехи порнăç çитрĕ (наступило хорошее житье). Ib. Йăван куллен макăрать. Вăл куллен полă тытма Кошлав(ă)шçине каять Орау. Йăван тăван (хозяин дома «брат Иван») çапла каласа пуççапать сана, турă. (Говорит читающий молитву).

вĕре-çĕлен

то же, что вĕри-çĕлен. Сир. 48. Арăсланпа пĕрле, вĕре-çĕленпе пĕрле пурăнма кăмăл тăвăп, усал арăмпа пурăнма кăмăл тумăп. М. П. Петр. «Вĕре-çĕлен, буквально ― заклятый змей; один из предметов чувашской мифологии». Собр. 256. Хĕрсем йăвăр çын пулсан, ача çуратса, ачине пĕр-пĕр çĕре пăрахсан, çав ача вара вĕре-çĕлен пулса çӳрет, тет. Вĕре-çĕлен вутăн-хĕмĕн тăкăнса вĕççе çӳрет, тет. Вăл вара пĕр-пĕр çыннăн килне кайса ерсен, унтах пурăнать, тет. Вăл çĕрле çав вĕреннĕ çĕре пӳрт çине вĕççе пырать, тет те, кушак пулса, тăрупаран, пӳрте кĕрет, тет. Çавна хуçисем сиссессĕн: сивĕнтĕр, тесе, пӳрте сысна кӳртсе хупаççĕ, тет. Çĕрле, çав вĕре-çĕлен килсенех, хай пӳртри сысна çухăрма тапратать, тет те, пӳртрен тухса тарать, тет. Е тата, пӳртре сыхласа ларса, пăшалпа пĕрсен, ача пек ĕсĕклесе макăрса каять, тет. Çапла пĕр виçĕ каç тусан, вăл вара пыми пулать, теççĕ. Ib. 113°. Вĕре-çĕлене пурте пĕлеççĕ, тырра çунтарса янине, тата тырă пуссисем урлă вут тăкса кайнине; çав çул вара тырă пулмасть, теççĕ. Вĕре-çĕлен вăл арçын та пулать, хĕр те пулать, тет. Вăл арçын патне хĕр-арăм пулса пырать, тет, хĕр-арăм патне арçын пулса пырать, тет те, çавăнпа унтан питĕ сыхланмалла, тет, мĕшĕн тесен вăл унăн юлташĕ пек пулса пырать, тет те, ăна вара хăйĕн çынни тăвать, тет. Акă пĕрре çав вĕре-çĕлен пĕр ял пуссинчен яланах иртсе каяччĕ, тет. Çав ялсем вĕре-çĕлене яланах кураччĕç, тет. Çын умне ансан, вăл, хуп-хура çын пулса, çарамасах тăраччĕ, тет. Вĕре-çĕлене хăйне вăрçтарсан, çынна часах йытă туса, утланса каять, тет те, хăй çынни туса, асаплантарса çӳрет, тет. Хăйне пĕре те вăрçтармасан, тивмест, тет. В. Олг. Тотар ĕмпӳ, сиксе тохса кайсан (после взрыва), вĕре-çĕлен полса вĕççе кайнă. Н. Седяк. Вĕре-çĕлен — çăварĕнчен вут пĕрĕхсе кăларакан çĕлен. Якейк. Вĕре-çĕлен армантан тохса пирн çипа (= çипе) чашкăрса иртсе каþ (пролетел над нами). Могонин. Вĕре ĕçлен (= çĕлен) ернĕ. Хорачка. Вĕре-çĕлен çипĕçса, теччĕ она, вăл вара çынтан оþльмаст виличчен. Изамб. Т. Вĕре-çĕлен ерни (болезнь). || Н. Седяк. «Вĕре-çĕлен ― удав». Курм. Хăнча, тинĕс хĕрне кайса, тинĕс хĕрĕнчи хăйăртан кил-çорт çавăртăр, вырăсла хапха йопи тутăр, тата хапхине те хăйăртан тутăр, çав хăйăр алăка уççа кĕтĕр, çавăн чохне тин мана ертĕр. Атăл хĕрне кайса, Атăл хĕрĕнчи хăйăртан кил-çорт çавăртăр, хапха йопи тутăр, хапхине тутăр, çав хапхая уççа кĕтĕр, çавăн чохне тин килтĕр ман пата. Сăр хĕрне кайса, Сăр хĕрĕнчи хăйăртан кил-çорт çавăртăр, хапха йопи тутăр, хапхине хăйăртан тутăр, çав алăка уççа кĕтĕр, çавăн чохне тин мана çипĕçтĕр. (Из наговора против «вĕре-çĕлен»).

варлă

приветливый, добрый, сердечный; тароватый. Кратк. расск. Авраам вăл пит варлă çын пулнă. Çав çынсем патне пынă та, ӳксе пуççапнă вĕсене. СПВВ. ПВ. Варлă çын — добрый. Фи. Финн çынни тата питĕ чăтăмлă, варлă çын. Çын хăйпе кăмăл калаçсан, вăл унпа кăмăллă, йăвашшăн калаçат. Бур. † Кил йышĕ варлă пулсассăн, сĕтел умĕнчи çын эпир. N. Çакăра-тăвара та пит варлă çынсем. В отношении хлеба-соли они тоже очень тароваты. Юрк. Ăшă кăмăллă, варлă çынсем, amabiles, соmеs, lrpidi). || N. Варлă тус. || Состоящий в дружеских отношениях. ЧС. Сителĕклĕ пурăнакан çынсем хăйсен хурăнташĕсем, варлă çыннисем патне хăнана çӳреççĕ. || Дружно, любовно. X. Çăкăр-тăвар пĕрле ĕççе çимелле пултăр, пĕр варлă пурăнмалла пултăр. СПВВ. Вар, варлă пурăнас, варланас. Яргуньк. Хĕрĕ пĕр ĕмпӳ ачипа варлă пурăннă, тет те, çавăнпа çав çĕвĕç хуçана каяшшăн (замуж) мар, тет. Сĕт-к. Олянпа Микула пит варлă порнаççĕ. Ядр. Тата вĕсене варлă пурăннă хĕрсем ашăли(-ал-шăлли) туса параççĕ. || Состоящий в любовных отношеииях. А. П. Прокоп. || Укçинепе варлă ача варне тытса макрать, тет. Юрк. † Пирĕнпе варлă çичĕ хĕр, çичĕ хут чаршав карсамăр, мана илсе юлсамăр (Солдат. п.). N. † Пирĕнпе варлă хĕрсем çук, çавăнпа пирĕн тутăр çук. N. † Хамăрпа варлă хĕрсене хамăр чĕрçине лартрăмăр. Яргунък. Çав улпутăн арăмĕ пуппа варлă пулнă, тет. Сред. Юм. Арçынна варлă (любимая мужчинами), хĕр-арăма варлă (любимый женщинами); арçынна варлă, тесе, арçын пит килĕштерекен хĕрарăма калаççĕ; хĕр-арăма варлă тесе, хĕр-арăм пит килĕштерекен арçынна калаççĕ. Сред. Юм. Арçын (арз’ын) варлă — с мужской физиономией. || Пĕр варлă, единоутробный. Изамб. Т. Пĕр варлă çынсем, дети одной матери. У КС. — пĕр варти çынсем.

Олатимирски

отсюда: Олатимирски ту, назв. горы. В. Олг. Ар-Сĕнтĕрпеле Олатимирски ту çинче хола полнă: Ар-Сĕнтĕр ту çинче тотар ĕмпӳ полнă, Олатимирски ту çинче чуаш ĕмпӳ.

утăм

, отăм, шаг. Альш., Тюрл. КС. Ана урлăшне утса пăх-ха (смеряй шагами), миçе утăм пулать? (шагов). КАХ. Çула-йĕре (в дорогу) кайсан, чипер (благополучно) çӳресе килме пар, утнă утăм вырăнлă пултăр. (Моленье). Расск. из жит. св. 5 кн. Священник тăват-пилĕк утăм ярса пусаччен (шагнул), чирлĕ çын хаш! сывласа янă та.... вилсе кайнă. N. Утнă утăм виçелĕ, çăвартан тухни виçесĕр. (Послов.) Б. Олг. Вырăс ĕмпӳ калать: кай, тет, эс, виççе кил, мĕнче отăм. Отăмлава килет, шотласа. Ст. Чек. Кашкăр пиртен çирĕм утăмра. Волк от нас в 20 шагах. || Мера земли. Урмай. Утьăм — 250 кв. саж. Икково. Отăм — 900 кв. саж. N. Отăм = 1/24 десятины. Шорк. Отăм, приблиз. 800 кв. саж. Рус. Утмăл утăм урпа акрăм еррипа. №. † Отмăл отăм орпа акрăм ерипа, çиçĕ нӳмепе выртартăм йерипа. || Циркуль. Пшкрт. Шарбаш. Отăм — циркуль.

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

царь

м. патша, ĕмпӳ; свержение царя патшана сирпĕтсе антарни.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

император

м. император, ĕмпӳ, патша.

царство

с. 1. (государство) патшалăх; Московское царство Мускав патшалăхĕ; 2. (царствование) патшара ларнă вăхăт; в царство Ивана Грозного Иван ĕмпӳ патшара ларнă чух; 3. (сфера, область чего-л.) тĕнче, çĕршыв; царство растений ӳсентăран тĕнчи; царство холода сивĕ çĕршывĕ; подводное царство шыв айĕнчи тĕнче; царство небесное кому-л. чунĕ çăтмахра çӳретĕр.

царь

м. 1. (монарх) патша, ĕмпӳ; 2. перен. патша, хуçа, асли; левцарь зверей арăслан — тискер кайăксен патши; ◇ олух царя небесного тăмсай; нет царя в голове, без царя в голове катăк ăслă, катăкрах; при царе Горохе см. горох.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

ĕм

старший», «самый старший»; слово это отдельно не употребляется, а составляет первый компонент нескольких сложных слов: ĕмпичче «старший брат отца» и почтительное обращение к старикам; ĕмпӳ диал. первоначально —- «великий князь», позднее, со времен Ивана Грозного, «царь» (пӳ родственно турецкому бей, бекĔмпӳрт Туçа — название селения в Цивильском районе, букв. «избище»). В тюркских языках эн, эң служит для образования превосходной степени: др. тюрк. ӓн, кирг., казах., ног., алт., ойр., тув. эң, узб., Замахш., к. калп. энг, тур., тат. эниң, кумык, инг «очень», «весьма», «самый»; уйг. ән яхши дост «самый лучший (близкий) друг»; ср. монг. эн «самый»; эн тэрсӳӳн «самый передовой». Относительно слова иң (иң яхшы) проф. Н. К. Дмитриев замечает: „Этимология этого слова („ширь“) выясняется из слова иңсэ «ширина плеч»“ (СТЯ 52) (?).

ĕмпӳ

см. ĕм.

катемпи

«чучело», «пугало в огородах и на посевах». Происходит от Катя + ĕмпӳ царь» (царица Екатерина II, жестоко преследовавшая чуваш за участие в крестьянской войне под руководством Пугачева).

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

ĕмпӳ

ч.с., ç.п. Патшалăх ертӳçи, çулпуç. Пире «çутă пуласлăхпа» астаракансем темиçе ĕмпӳ те пулчĕç ĕнтĕ. В.Эктел //Я-в, 1990, 5 /, 28 с. Ав, ĕмпӳ-политик чанĕ çапрĕ çĕнĕ кĕвĕпе. Н.Ишентей, 1997, 4 с. Чăваш ĕмпĕвĕсемпе чăваш усламçисем те паянхи кунпа çеç пурăнаççĕ-тĕр. ÇХ, 1999, 9 /, 12 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

император

ĕмпӳ; аслă патша. Çав вăхăтра ĕмпӳре (императорта) Арий вĕрентнĕ пек ĕненекен усал Валент пулнă [Избранные (январь) 1904:8]; Пĕрлехи аслă патши те (император), унăн аслă вырăнти тӳри-шарисем те Бавария халăхин ĕçне пĕртте пырса çыхланмаççĕ [Автономия 1906:6].

патша

кĕçĕн тӳресемпе аслă тӳресене пăхса тăраканни, Турă хыççăн чăн аслă тӳре, пуçлăхсенĕн пуçлăхĕ, чурасенĕн тӳри; ĕмпӳ. <…> пирĕн çав кĕçĕн тӳресемпе аслă тӳресене пăхса тăраканни тата чăн аслă тӳре пур, вăл пĕтĕм патшалăха хăй ирĕкĕпе тытса тăрать, вырăс патшалăхĕнчи пур хуласене, пур ялсене пăхса тăрать. Çав чăн аслă тӳрене эпир патша тетпĕр, государь тетпĕр, император тетпĕр; Вăл Вырăс патшлăхĕнче Турă хыççăн чăн аслă тӳре, пуçлăхсенĕн пуçлăхĕ, чурасенĕн тӳри [Объяснительные 1903:66]; Губернатор çав кунах Агафоподпа Феодула хăй патне чĕнсе илнĕ те патша (ĕмпӳ) ячĕпе кала-кала парне пама ӳкĕтленĕ [Избранные 1905:23].

ĕмпӳ

патша. Василий кĕл тунă та, ĕмпӳ (патша) ывăлĕ чĕрĕлнĕ [Избранные (январь) 1904:9].

Çавăн пекех пăхăр:

Ĕмпĕрт-Туçа Ĕмпĕчем ĕмпиче ĕмпичче « ĕмпӳ » ĕмпӳ-патша ĕмпӳлĕх ĕмпӳлле ĕмре ĕмсĕр

ĕмпӳ
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150