Шырав: Апаш

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сурăм

сорăм (суры̆м, соры̆м), назв. киремети. Н. Карм. Сурăм: ăна сăра тăватпăр, эрех яратпăр, çанта, который пылпалан; урăх япала пĕçермеççĕ. Килĕрен тăваççĕ. Вăл никам куçне те курăнмаст. Чирлетет вăл чăхха-чĕппе, йытта-кушака, унтан выльăхсене чирлетет, çынна та чирлетет, чӳклемесен. Во время жертвоприношения сурăму и варки для него пива нельзя шуметь и кричать, иначе жертва не удается (т. е. божеством не принимается). Поэтому пиво для сурăма приготовляется в маленьком боченке (чашки в три), чтобы его скорее распить и закончить жертвоприношение. КАЯ. Эй мăн сурăм аслă ашшĕ, аслă амăшĕ! Эпир халь вырăсла йĕркене тытма пăрахатпăр, текех ун йĕркине тытмастпăр. Ib. Эй сурăм-киремет амăшĕ, сана, айван ывăль-хĕрсем, савса тьыха паратпăр, савса панине савса ил. Орау. 1) Килĕш-сурăм, 2) Сăмахлă-сурăм, З) Упаç-сурăм (первые два справляли дома, последний всей деревней „пухăнса ялпа тунă, Упаç панче, çырмара“). Ядр. Сорăм окçи. || Так бранят плохого жеребенка. Орау. Тьыхана ятлаççĕ сурăм тесе (сурăмшăн пусмалласкер, усси çук). || Назв. края. Панклеи. Сорăмра çирĕм икĕ ял. || Назв. двух деревень Шихазанск. р. (Тури Сурăм, Анат Сурăм) и Алик. р. (Чăваш Сурăмĕ). Торп-к. Сорăм — çутă куç, Янасал — çинче (= çинçе) пилĕк, Апаш — мăн çăпата. (Лампă çути). || Назв. речки. Панклеи.

Коснар

(коснар), Куснар, назв. селений в ЧАССР: Апаш Коснарĕ; Аслă Куснар, назв. сел. Байгулова; Çĕн Коснар, назв. сел. Ново-Байгулова.

тĕрне

журавль. Шибач., Сохрон-й., Актай. Апаш уйĕ тĕме уй, тĕме уйра тĕрне пур, аçаллă та амаллă. Чиганар. Тĕрнесем аялла та çӳлелле те вĕçеççĕ. (Çапоççи тăпачи).

Шĕнер киремечĕ

назв. керемети. В. Михайлов. Шĕнер киремечĕ çĕнĕ çĕре кайни çинчен çакăн пек халлап çӳрет. Шопашкар уесĕнче Апаш ятлă ял пур. Çав ялтан çур Çĕрелле тухсан, уй пур. Вăл уя Шĕнер уйĕ теççĕ. Çак уйăн хĕрринче юхса выртакан çырма пур. Вăл çырма Шĕнер ятлă. Шĕнер леш енче вăрман пур. Вăрманĕ „Шĕнерпоç-саккас“ ятлă. Вăрман хушшинче типĕ çырма пур. Типĕ çырман лаппинче хырсем лараççĕ. Хырсем патĕнче пысăк чулсем выртаççĕ. Çав чулсене киремет пӳрчĕн никĕсĕ пулнă теççĕ. Апашра пĕр Микка ятлă ватă старик пурччĕ. Вăл старик хăватлă вĕрӳçĕччĕ. Выльăх-чĕрлĕх е ача-пăча чирлесен, ун патне суртма каятчĕç. Вăл ирхине апат çияччен сурса панă шыва ĕçтерсен, выльăх-чĕрлĕх чăнах та сывалатчĕ. 1860 çулсенче ака уйăхинче çак Микка Шĕнер уйне тырă акма кайнă. Вăл чылай çĕрлерехех уя тухнă. Уйра нимĕн сасă-чӳ те пулман. Тырă акма ытла тĕттĕмрен, çак Микка лашине тăварса утă панă та, хăй урапа патне ларнă. Вăл урапа аяккинче ларнă чух, темĕн çутти курăна пуçланă. Мĕн-ши ку? тесе, вăл сиксе тăнă та, Шĕнерпоç-саккас енелле çавăрăнса пăхнă. Çав Саккас çырминче ĕлĕкренех киремет пулнă. Вăл киремет таврари киреметсенчен чăн асли пулнă. Вăл киремете чăвашсем Шĕнер киремечĕ теççĕ. Ăна турă ывăлĕ тесе хисепленĕ. Микка çав киремет енелле тинкерсе пăхса тăнă. Малтан киремет пурăннă хыр кутĕнчен уйăх çавраки пек çутă çичĕ хут йăлтлатса тухрĕ, тет. Унтан пĕтĕм вăрман çуна пуçларĕ, тет. Вăрмантан хура тумтирлĕ çынсем тухрĕç, тет. Кӳммелĕ урапасем курăна пуçларĕç, тет. Ураписем, туртисем, пĕккисем ылттăнтан тунă, тет. Кашни кӳммине ултшар урхамах кӳлнĕ, тет. Урхамахĕсем йăпкăн-хура, тет. Çыннисем тем çинчен хытă сасăпа кăшкăрашса калаçаççĕ, тет. Киремечĕ пӳртĕнчен чаплă улпут пек тухрĕ, тет. Ун патне икĕ çын пĕр кӳммелĕ урапа çавăртса пычĕç, тет. Хай шавлакан çынсем, киремете курсан, шăп пулчĕç, тет те, хыпаланса урапасем çине ларма пуçларĕç, тет. Вара киремечĕ: „Каяпăр ку çĕртен!“ тесе хыта сасăпа каларĕ, тет. Çĕр чĕтресе кайрĕ, тет. Пĕтĕм вăрмана шотăртаттарса çĕмĕрсе, вут-хĕм каларса мал енелле тухса кайрĕç, тет. Киреметĕн пĕр тарçи урапа çине ларма ĕлкĕреймесĕр çавăнтах тăрса юлчĕ, тет. Паянхи кунчченех çав Шĕнер киремечĕ пурăннă вырăнта унăн тарçи хуралçă пек анчах пурăнать, теççĕ ваттисем.

пăр

(пы̆р, пŏр), лед. Альш. Сĕве пăрĕ кайнă вăхăтра-мĕнте. Во время ледохода на Свияге и т. п. Ib. Хĕрарăмсем шыв хĕррине пыраççĕ те: манăн чирĕм-чĕрĕм çак пăрпа ларса кайтăр! тесе, каякан пăр çине пĕр-пĕр пăх муклашки ывăта-ывăта лартса яраççĕ (весною). Ib. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке (Волга замерзает). N. Пăр ун чух пит хытах шăнманччĕ. N. Атăл пăрĕ вăйлă каять. На Волге сильный ледоход. Торп-к. Атăл пăрĕ час тапрансан, тырă ĕнсе (= ăнса) пулать, теççĕ. Пухтел. Сĕвери пăр кайса пĕтрĕ. Ib. Пăрсем пĕр çĕре купаланса ларнă (затор). N. Хĕлле пĕвесенче пăр пит хулăн шăнса ларать. Изамб. Т. Пăр кайсан, кайран, пĕр уйăхран, пĕве пĕвеççĕ. Ib. Пăр кайнă чухне, чир кайтăр тесе, кăçкăрса ватти-хĕттипе (= вĕттипе) навус (= тислĕк) пăр çинелле ытаççĕ. N. Шывсем йăлтах тулса çитсен, çырмасенче пăрсам кайма пуçлаççĕ. Ib. Пăрсам кайнă чухне пур ватти-вĕттипех çырма хĕрне курма тухаççĕ, пурте пăр кайнине савăнса пăхса тăраççĕ. N. Атăл пăрĕ лайăх кари? Собр. † Шыв йăтайми пăр шăнат. N. † Аслă çулăн тусанне шăпăрпа шăлса ямалла, аслă ялăн хĕрсене пăрпа лартса ямалла. Тет. Шыв шавлат, пăр каят-тăр. N. Çырминче пăр тасалман полĕ-ĕçке. Б. Янгильд. Пăрĕ ял тĕлĕнче анчах шăннă. N. Шĕнер пăр (пŏр) Апаш тĕлĕнче кайнă ĕнтĕ. Около Абаш лед на речке Шинери уже прошел. Янтик. Капан кӳлĕ çинче пăр шăннă, ачасем пăр çинче чупса çӳреме пуçланă. Ib. Эл çинче пăр шăннă. Орау. Çавăнпа пăр çине шыв тухнă. Ib. Атăлта пăр кайса пĕте пуçланă, пăр катăксем унта-кунта анчах юхса иртеççĕ. Ib. Пăр кăларнă вырăна çĕнĕрен пăр шăннă. Ib. Пăр капланса шыв хĕрĕнчи картасене, мулчасене юхтарса кайнă (напором льда унесло изгороди и бани). Ib. Çавал пăрĕ хăпарнă (поднялся), пăр час каять пуль. N. Тăррисем çӳлте вĕçмен пекех тăрлаттарса тăраççĕ: пăр тапраннă, пăр тапраннă, теççĕ. N. Атăлра пăр пур-и? (Из письма). N. Ĕнисем шыв ĕçнĕ чух, пăрушĕсем пăр çуласан та юрать, тет. (Поговорка). Шел. 73. Пăр каять, пăрпа пĕрле чир каять. Чуратч. Ц. Унта канав айĕнче шыв тумласа вăрăм, çӳлтен пуçласа аяла çитичченех, пăр юпасем усăна-усăна тăнă. Орау. Яка пăр çине лартса хăварчĕ (надул, обманул). || Град. Альш. † Пăри пек, пăри пек пăрсем çăвать: епле пӳхмес-ши пăланăн тихисем? Изамб. Т. Пăр çуса иртсе кайсан. N. Тырра пăр çапнăран ултă ялпа чӳк тунă йĕрке. Якейк. Пирн уя пăр çĕмĕрсе карĕ; ним те йолмарĕ. Паян виç уйра пăр çĕмĕрнĕ, тет. Сёт-к. Пăрпа çĕмĕрчĕ, градом побило. N. Ыраша пăр çапса кайса, тури картая, ой вăта — çĕрĕнчен пĕр çĕр алă чалăш полĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем, е çăмăр пулмасан, е тырă-пулсем лайăх ешерсе юлмасан, тата тырă-пулла пăр ан çаптăр тесе, тăм таврашĕ те ан ӳктĕр тесе, кашни çулах çăмăр чӳкĕ тăваççĕ. Аттик. Акнă тырра-пулла пăр кăларса ан çаптар. (Моленье). || Сосулька. Альш. Ампар çумĕнчи пăр вăрăм шăнсан, йĕтĕн вăрăм пулат, тет. Сятра: с'орк¬он'а пӧрт видэлэ̆ђэ̆нџэн вŏрŏм п¬ŏр озы̆нзан вы̆л с'¬ол тыры̆ п¬олат, тэт. Чув. пр. о пог. Тумла аннă пăрĕ шăнсан, çулла хăяр аван пулать. Если внизу намерзают сосульки (лед), летом будут огурцы. Орау. Хуралтă çунаттисенчен юхса шăнса ларнă пăрсем хĕвĕл пулсассăн, тырăсем выçă пулаççĕ, тиççĕ. IЬ. Сарай çунаттинчен (края крыши) юхса шăнса ларнă пăрсене çапса ӳкертĕм. || Гололедица. N. Çап-çутă пăр, на дворе гололедица. В др. гов. Пăр шăвать, на дворе гололедица. || Проныра. Ст. Чек.

апас

(lege: Апаш, Абаш), i. q. Апаш. [Многие из чуваш, не выговаривают ш, ж и вместо этих звуков произносят с, з, отсюда неправильное начертание этого слова]. Урмай. Мăн çăпата Апас, çинче пилĕк Янасал, çурăм-пуç çути. (Кăраççын çунни). В больших лаптях Абашево, с тонкою талиею Янасалы, свет зари. (Загадка: горение лампы). Пус. Апас какапан (lege: „Апас капанĕ“?) айĕнчен утăтуртĕ. (Кăнчала арлани). V. Антер. Собран. Çутă пуç пăрптра(?), мăн çăпата Апас. (Писмен). Лысая голова....., большие лапти Абашево. (Безмен).

Апаш

(Абаш), nom. vici Tschuv. in praef. Tscheboxarensi., с. Абашево, Чебокс. у. Olim nom. viri fuisse videtur. Некогда, по-видимому, было именем мужчины. V. Чув. яз. им., „Абаш“. Собран. Апаш кĕпери пуç-хирлĕ (Кĕпӳм, i. q. к’э̆бум. i. е. кĕпе умĕ). Абашевский мост стоит вверх ногами, т. е. очень круг. (Загадка: вышивка на грудном разрезе рубахи).

Янасал

(jаназал), назв. сел. Тим.-к. Апаш мăн çăпата, Янасал çинче пилĕк, Сурăм çутă куç. (Хычăкă = хăй-чикки). N. Çутă куç Сурăм, çинче пилĕ (lege: пилĕк) Янасал, мăн çăпата Апаш. (Хый-чиккипе хый çутни).

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

апаш

апаш (сарлака уçă çухаллă (кĕпе).

Федотовăн «Тĕне кĕмен чăвашсен ячĕсем» словарĕ

Апаш

с. Абашево, Чебокс. у. Некогда, по-видимому, было именем мужчины. См. чув. яз. им. Абаш (Ашм. Сл. 1А, 278); тат. м. и. Абаш (Сат. ТИС, 25) < араб. л. и. Аббас, дяди пророка Мухаммада, "хмурый, суровый" (Гаф. ИИ, 116) > мар. м. и. Абас (Черн. СМЛИ, 34).

Çавăн пекех пăхăр:

апах мар апачĕ-масарĕ апачлĕх апачча « Апаш » апашõр апеллировать апелляци апелляциле апелляционный

Апаш
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150