Шырав: авал

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

авал

в старину, давным-давно
сĕм (тахçан) авал — в далеком прошлом, в давние времена
авалах — еще давно, давным-давно

варяг

ист.
варяг (авал вырăссем ютран чĕнсе илнĕ çар пуçĕсене панă ят)

пергамент

1.
пергамент (авал хут вырăнне çырнă çӳхе тир)

половецсем

ист.
половцы (ĕлĕк-авал Европăн кăнтăр-хĕвелтухăç пайĕнче куçса çӳренĕ тĕрĕк йăхĕсем)

тахçан

3.
как-то раз, однажды
когда-то, некогда

тахçан ĕлĕк-авал — давным-давно, во время оно
тахçан авалтан юлнă йăласем — обычаи древних времен
тахçан ĕлĕк, çамрăк чух — когда-то в молодости
тахçанах çапла кирлĕ! — давно бы так!
пĕрре тахçан килнĕччĕ вăл пирĕн пата — как-то раз он приходил к нам

ящер

зоол.
ящер (авал вилсе пĕтнĕ калта евĕрлĕ пысăк чĕрчун)
стегозавр — ĕлĕк-авал пурăннă пысăк ящер

ĕлĕк-авал

в старину, встарь, в старое время, в далеком прошлом
тахçан ĕлĕк-авал пулса иртнĕ ĕçсем — дела давно минувших дней
ĕлĕк-авал чухне — в старину

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

ĕлĕк

син.: малтан
прежде, давно
раньше
в старое время, встарь

ĕлĕк авал пĕр карчăкпа старик пурăннă — в старое время жил старик со старухой

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сакма

то же, что саккама. Чăкăр. Авал чăвашсем сакма куçса кайнă. См. саккам. Описка?

сăвап çурти

свеча, которую ставили на хлеб при поминовении покойников. Юрк. Çăкăр çине (пумилккере) çутнă сăвап çуртине те урама илсе тухса сӳс çине хурса çунтарса яраççĕ. Авал çав сăвап çурти тĕпĕпе тухатмăшсем çынсене пăснă имĕш. Çавăнпа ăна çунтарса яма тăрăшаççĕ те.

сĕм

(сэ̆м), темный. Ск. и пред. чув. 78. Вăрман тĕлне хуп-хурах сĕм пĕлĕтсем капланчĕç. || Дремучий. Чураль-к. Сĕм вăрманта çеклĕлĕх йывăç тупаймăн. (Ут хӳри). Сред Юм. Сĕм вăрман, большие непроходимые леса. Батыр. Тĕлĕкре сĕм вăрманра çӳресен, вăрçа кĕмелле пулат, теççĕ, типĕ япала курсан, ырлăха пулат, теççĕ. Такмак. Утмăл çухрăм сĕм вăрман урлă каçрăмăр. Трхбл. Сĕм вăрманта сĕт вĕрет. (Кăткă тĕми). Регули 896. Сĕм вăрман, сĕм ойпа тохрăмăр. || Совершенно. Регули 895. Сĕм пĕччен порнать. Ib. 877. Сĕм коçне кисе кăтартмарĕ. Ib. 898. Сĕм те пĕлмест. Кильд. Ăна никам та паллайман, вăл сĕм ют çын пулнă. СТИК. Сĕм тăварсăр, совершенно без соли. Изамб. Т. Сĕм пĕлми выртăть (когда крепко спит, или в бессознательном состоянии и пр.). Сĕт-к. Сĕм тĕттĕм, сĕм соккăр. N. Тăпри, шывĕ, чулĕ — пурте хутăшах пулна, йĕри-тавра сĕм тĕттĕм хупăрласа тăнă. Сред. Юм. Сĕм тĕттĕм, совершенно темно, ни зги не видно. N. Сĕм тĕттĕмре хăйсен йышĕсене хăйсем паллаймасăр пĕрне пĕри вĕлере пуçланă. СПВВ. БМ. Сĕм тĕттĕм, сĕн тĕттĕм, тьма. О сохр. здор. Хăшĕ-хăшĕ тата сĕм ватăличчен пурăнаççĕ. Хорачка. Так йорлаччă вăлсам сĕм пĕлми. Сред. Юм. Сĕм те пĕлмес. Ничего не знает. Шарбаш. Сĕм те пĕлмеç. Ничего не знает. Бгт. Сĕм куçсăр, совершенно слепой. (Хăрах куçсăр, кривой). N. Вăл пĕр çулталăк хушши сĕм куçсăр пулса пурăннă. Кан. Кун пек çĕленĕ куçпа пурниччен, ĕлĕкхи пекех сĕм куçсăр пурнам, тесе шухăшлатăп. Ала 92. Анчах унăн (у него) пĕр тăнĕ те пулман, сĕм ухмахах пулнă вăл. ЙФН. † Сĕм арăмсăр сĕм ухмах пак, туссăр йышсăр тунката пак. N. Сĕм ухмаха тухрĕ. Кан. Сĕм шур илнĕ куçлисене те тӳрлетейреççĕ-ши? Якейк. Сĕм хĕлле (тăр хĕлле) пирĕн пӳртре пурăнма япăх. N. Халĕ сĕм кĕркуннене çитрĕмĕр те, килтен те тухас килмест. Ск. и пред. чув. 5. Тухса кайрĕ сĕм çĕрле Акăр ялне хăнана. Сам. 29. Илемсĕр, сĕм тĕксĕм, салху пурнăçра этем тивĕçне те тытса тăрайман. || Самый (для выражения превосходной степени). Якейк. Вăрă пирĕн ялти сĕм лайăх лашая çаклатса карĕ. Собр. Сĕм çук çыннăн та (у самого бедного), вилсессĕн, ним юлмасан, катăк пурттипе, катăк çĕççи юлнă, теççĕ. (Послов.). Собр. Пирĕн пичче сĕм пуян та укçи пур. О сохр. здор. Сĕм ватăличченех, до самой глубокой старости. N. Сĕм авал эпĕр пурнакан Раççей вырăнĕнче те вĕçĕмсĕр тинĕс шавласа выртнă. К.-Кушки. Сĕм хура, чисто черный. Буин. Сĕм хура, полный мрака. ТХКА 48. Çапла пĕрре сĕм тĕттĕм пулсан, вăрмана лашасем яма тухса карĕ пирĕн атте. Ib. 49. Пӳртрен тухрамăр. Сĕм тĕттĕм. N. Эпĕ сĕм ухмах мар.

сĕр

(сэ̆р), цедить, процеживать. Ст. Чек. Авал çынсем тĕттĕме çутăличчен çĕр хута алапа сĕрнĕ, тет. Вара вĕсене пĕр çын ку асапран хăтарнă, тет. Календ. 1903. Сĕтне никçан та сĕрмеççĕ, лайăх витсе хумаççĕ, тăпра, çуп-çап кайса пĕтет. Изамб. Т. Сăра юçсе ĕлкĕрсен, ăна сĕреççĕ. Ходар. Сăрине туса йӳçтерсе сĕрсен... || Фильтровать. || Бродить рыбу, ловить бреднем. Изамб. Т. Атмапа пĕр çын çырма хĕринчен сĕрсе çӳрет. Ib Полă сĕр, бродить рыбу. N. Унтан пичче тата тепре сĕрсе кăларчĕ. || Вылавливать, напр., клецки, салму из чашки. ||В перен. смысле. Хурамал. Сĕрсе çӳрет ял çинчи сăрана, теççĕ нумай ĕçсе çӳрекен çынна. Янтик. Сĕрсе çӳрет (так говорят про человека; который любит угощаться у людей; но сам не угощает).

Çавал

(с'авал), назв. реки Цивиль. N. Çавал хĕрринчи юшкăн тăпри çинче çутă çурхахсем ылттăнăн-кĕмĕлĕн курăнса çӳлелле сиксе тăраççĕ. ЧП. Çавал кукри — çĕр кукăр. Ерк. Çулла çултăмăр Çавал (косили луга), халь утине çичĕ ял...

çурма пĕрене

бревно, распиленное вдоль, пополам. Çурмаран, пополам. Ау 82. Çерçи калат, тет: çурмаран тăвар, тесе (семячко проса). Арçури. Пĕкке хуçрĕ çормаран. Альш. Акма картахвие çурмаран-çурмаран тураса акаççĕ. Кон. Догăвăр тунă чух пасар хакĕпе карта тытма ултăçĕр тенкĕ кирлĕ пек пулнă пулсан, халь вăл çурмаран çеç иртме пултарнă. ПМП. Вăл авал тинĕсе çурмаран уйăрнă. N. Çурмаран касса çур. КС. Çурмаран хуç. Переломи пополам. Ала 1°. Эпир раштавра чиркӳре, ирхи кĕлĕре те, кăнтăрлахи кĕлĕре те вырăссемпе юнашарах кĕлĕ юррисене çурмаран юрласа тăтăмăр.

Çăкăр-вар

назв. местности. В. Олг. Çăкăр-варта киремет тунă чуашшам (тарăн вопашка и вăрман пор). Аслă çырма. Ĕлĕк авал тотара вĕлернĕ, он вырăнче полнă киремет. Тотар вилнĕ чох каланă: мана тиха парччăр, тенĕ. Каран чуашшам тиха парса порăннă вара. Ячĕ полнă вара Çăкăр-вар.

тахăçантан-тахăçан

очень давно, в незапамятные времена. Эпир. çур. çĕршыв. 27. Авал, тахăçантан-тахăçан, пирĕн уес вырăнĕнче шыв танă, тинĕс пулнă.

Тепен варĕ

назв. оврага. Торп-к. Тепен варĕнче авал Тепен ятлă вăрă-хорах (разбойник) порăннă, тет.

тыт

(тыт), держать; брать в руки. Якейк. Порçăн тоттăр йăмăкăм, пуçа çыхса каям-ши, алла тытса каям-ши? Регули 101. Вăл тытса тăчĕ вăлсене ӳкесрен (вăл тытса тăчĕ: ан ӳктер, тесе). Он держал их, чтобы они не упали. N. Онта çулла хорлăхан çырли питĕ нумай полать. Çавна вĕремсĕр татса çисан, алли ним те тытими полать, тенĕ. Ст. Шаймурз. † Пилĕке тытса ташлама çут пиçиххи пусанччĕ! Шурăм-п. Йăван салтак пăтине сулахай аллипе хуран (тамăка хурантан тунă) çумне тытса сылтăм аллинчи мулатакĕпе вăй çитнĕ таран çапрĕ. Ала 93. Ашшĕ утса пырса çӳçĕнчен ярса тытнă та, çӳлелле йăтса тăратнă; хуллен, сак çине çӳçĕнчен тытнипех, уттарса кайса лартнă. N. Вăл ăна (вăрра) аллинчен çатăртаттарса тытнă та, çавăтса пырать. Кан. Татăка аллийĕнчех тытса выртнă. N. Вăкăра пĕри мăйракаран (за рога) пăявпа тытса тăрать. || Поймать, ловить. N. Сат хуçи ман юлташсене пурне те тыта-тыта ватнă. Юрк. Çавăнтан вара ку пуçлăх тытăнат кăсене эрехпе тытма: монахсем шыв ăсма кайсан, калле килелле килнине кĕтсе тăра пуçлат. Баран. 119. Вăрманта темиçе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк пурăнать. Çынсем вĕсене тыта тăраççĕ. Альш. Мана Петĕр тытса ирĕксĕрлерĕ (изнасиловал). Регули 665. Эп тытнă полла исе карĕç. Ib. 440. Çӳресен, кайăкне тытинччĕ. Ib. 441. Кайăкне тытинччĕ; кайăкне полсан тата ярăтăмччĕ. Ib. 437. Эп тытăпин, мĕн тăвас санăн. Ib. Вăл кайсан кайăкне тытсанччĕ. Ib. З28. Вăл ялан онта тытакан. Ib. З27. Вăл онта пол тытакан. Ib. 237. Вăл она тытни лайăхчĕ. Ib. 230. Пол тытса килет. Пол тытса килчĕ. Ст. Шаймурз. † Курайман та çынсем питĕ нумай, тытсах çыхаймĕç-ха хĕрпеле. Ала 60. † Картишĕнче, аттеçĕм, сакăр сар ут, пĕрне ан тыт, атте те, пурне те тыт. ТХКА 49. Ытла тĕттĕм те, çапах кайса тытмалла пуль лашасене, терĕ атте. Ib. Атьăр, эппин, каяр. Шыраса тупар, тытса килес лашасене. Ib. 86. Шураç ачисем кĕтӳрен лашасем пыра-пыра тытаççĕ. || Хватать. Изамб. Т. Ачасем алăран алла тытнисем юпа пулнисен алли витĕр тухаççĕ. Тораево. Вĕсем кайран парнине пурте пырса тытнă. Альш. Авал салтака тытса (силою) панă. Ст. Чек. Аллăма ярса тытмарăм (не сделал, не было желанья, праздно?). Ib. Мана, тарçа тытнă пек: навуса тăк-ха, тет. Аллăма ярса тытмарăм. Орау. Темскер хăямач çине ларнă та, пырать... Теме те тытса кӳлĕç, тăрсан-тăрсан! Регули 700. Тытмала маррине кăтартрăм. Ib. Тытакан мар çынне кăтартрăм. || Переносно — держать (в руках). ЧП. Эпир илес хĕрсене ашшĕ-амăшĕ хытă тыттăр. || Удерживать. Кан. Сулăнса кайса ӳкме тăрсан, ăна тепĕр хăнана пынă çын ӳкесрен тытнă та... || Удержать (деньги). N. Çĕмĕрнĕ алтăршăн çитмĕл пус (20 к.) тытса юлтăм (или: тытрăм, или: катса юлтăм). Кан. Учрежденин кооператива памалли парăма тытса юлмала. || Производить расход, тратить деньги. Урож. год. Халех пин тенкĕ тытать. || Держать (в чем, что). Янтик. Урана ăшăра тытас пулать. О сохр. здор. Тир тумтир çынна пит ăшă тытать. Регули 691. Тытмалли утне кăтартрăм. || Держаться (за кого, за что), хвататься (за что). Орау. Ан юл, тыт ман аркăран. Кан. Йăвăç татăкĕнчен тытса, хумсем тăрăх 24 сехет хушши çӳрерĕм (плавала). Яндобы. Иван тус, хам çине утланса лар, хытă тыт, тесе калать, тет, кашкăрри. ТХКА 50. Атте малтан пырать, Пуртăсем пирĕн сылтăм алра. Сулахай алпа аттене эпĕ сăхман аркинчен тытса пыратăп. Шăллăм та мана çапла тытнă. N. Эсĕ манран (за меня) тыт (держись), эпĕ унтан тытăп. N. Эсĕ мĕшĕн сăмсăна тытса тăран? Юн каять. N. Килти шухăша тытсан, пĕтерес укçуна та пĕтерес килес çук. N. Манран тытатни? Камран тытан? За меня будешь держаться? За кого будешь держаться? (в собств. см.). N. Тытмаллине тытса пар малтанах. || Застигать, заставать на месте преступления. N. Вăрăпа тытнă. N. Çĕнĕ кутăрта кама эрехпе тытнă? Орау. Хĕрӳ çумăнче тыттăрним мана? Арăмупа тыттăрним мана? Ib. Эсĕ апла калама хĕрпе тыттăрним (= тытрăн-им) мана?... Ib. Эп сана, куçу шăтса юхтăр, парам ак, тытсан. Я тебе дам: пусть лопнут глаза, если поймаю. Регули 725. Эп онта кайсан, мана тытĕç. || Держать (экзамен). Курм. Ваçли! Кай Хусана иксамĕн (-н’) тытма. Ib. Е иксамĕн тытимасан (= тытаймасан), мĕн питпе киле каяс? || Городить. Кан. Шкул пахча картине 42 чалăш çĕтрен тытмалла. Юрк. Хапхипе хӳмисене те тытса çаврăнат (загораживает). N. Якур ав чее, вăл хай пайне карта тытса хучĕ. Чим-халĕ, акă эпĕ те тепĕр çул хам пая тытса хурам, теççĕ хăшĕ. Собр. † Çак ялăн укăлчине тытайăттăм шур хĕлĕхпе, уçăшăн мар, илемшĕн. Изамб. Т. Капан йĕри-тавра вĕрлĕк тытнă. Альш. Елшелĕн ун пек халăхран ыйтмасăр пыра-пыра тытнă пахчасем ăçта пăхнă унтах пур. Ib. Хăяр пахчисем нумайĕшĕ çереме туха-туха тытаççĕ те, çавăнта пахчи-пахчипе акса сыхлаççĕ. || Поражать болезнью (о покойниках). Им приносят жертву, состоящую в бросании кусков калача, меда и пр., напр., при возвращении с базара. При этом говорят: „умăнта пултăр!“ То же свойство приписывается и другим предметам. Ст. Чек. и др. Юрк. Вилнĕ çынна çимĕç таврашĕ е ĕçкĕ таврашĕ хывмасан, çав вилнĕ çын тытат пулат. НТЧ. Киремете пуççапаканнисем пĕри чирлесенех: ах! анчах кăçти киремет тытрĕ-ши куна? юмăçа кайса пăхасчĕ, теççĕ. N. Час-часах вилнĕ çын ялти çынсене кама та пулин тытса чирлеттерет. Ала 2. Апла пулсан та вилĕ тытать, вăл тытминччĕ (хорошо, если бы...), теççĕ. Магн. М. 104. Вилнĕ çын тытни. НЭ 118. Мунча вучĕ тытнă. Болезнь причинил банный огонь. Ст. Яха-к. Çук çав, кирик хăш çын та киремет тытмасăр чирлемеçт; тăвассине ăна çинченех тытса туса пăрахас пулат, юмăç мĕн тума хушнине, тесе калаççĕ вара хăйсем. Коракыш. Ати-апай, ан тытах! Çырлах! Килсе, икерчĕ, сăра çийăр-ĕçĕр. (Ваттисене хывнă чухне калаççĕ). Шинар-п. Халĕ те хăш-хăш çын е ӳслĕкпе пулсан: çав çăл тытрĕ, тесе, çăкăр татăксем кайса пăрахаççĕ, вара вĕсен ӳслĕк чарăнать пулать. Могонин. Киремет çывхăнчен пĕр йăвăç кассан, киремет çиленсе çынна тытать те, çимали-ĕçмели парсан, çураçать, теççĕ. || Покрывать (об инее). Çутт. 77. Хĕлле вара вăл шăтăксене шап-шур пас тытса лартать. || Воспитывать, ростить. N. † Ай, инкеçĕм, Алти инке! Эсĕ тытнă ывăл-хĕре эпĕ те тытса пăхам-и? (Хĕр йĕрри). N. Ăна лайăх тыт. || Воспринимать (ребенка, о повитухе, о восприемниках). ГТТ. Эпĕ унăн ачисене тытнă. Я крестный его детям. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, тăла варрипа тытнăскер,— ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. N. Çак хăвăр тытнă ачана хăвăрăн тăван ачăра юратнă пек юратăр. || Приниматься (за дело). Ир. Сывл. З4. Тытаччен çех ĕç йывăр. Альш. Алă ĕçĕ тытат: пĕрне кĕпе çĕлет, пĕрне йĕм çĕлет; пĕринне саплат, тепринне аслатат. Якейк. † Инки сакки — шор сакки, шор шопăрсăр тытмарăм, итту инкия йоримарăм (даже, чтобы лавку мыть, надевала „шопăр“). || Пользоваться, употреблять. Нижар. † Хусан витри — шур витре, эп тытмассăн, кам тытĕ? Çав ял ачи — сар ача, эп каймассăн, кам кайтăр? N. Ку чашкăпа чĕресе вара урăх çĕре тытмаççĕ. Вĕсене ăрасна çĕрте тытаççĕ. || Задержать. Пазух. Ах хăтаçăм, хуçаçăм, виçĕ тавлăк тытакан, çичĕ тавлăк вăл тытрĕ. Истор. Эсĕ пирĕн патăртан кай ĕнтĕ, сана тек (больше) тытмастпăр, тенĕ. N. Шап çурта пек пĕвĕме ӳстертĕм, тем атте-анне тытас пек. N. Эсĕ манăн мĕн çамрăкранпах тытакан ĕмĕтĕм. || Содержать. СТИК. Кил-çурта тирпелесе, тирпей тытса тăракан хĕрарăм мар; ял тăрăх, кӳршĕ-арша яньккат. Ib. Тирпей тытса тăрас, быть распорядительным в доме по чистке и уборке. || Точить. Альш. Тимĕрçĕ пуртă, çĕçĕ тытнăшăн (= хăйранăшăн), кĕтӳçĕ „сăвапшăн“ (= ахальтен). КС. Тимĕрç лаççине кайса, пурт тытас-ха (наточить на вертящемся точиле). || Застрелить. N. Тепĕр çул кайăкçă çак мулкача тытнă (застрелил). || Прикладывать, приставлять. О сохр. здор. Сивĕ шывпа йĕпетнĕ туттăра тытсан та, вăл (укус ужа), тӳрленет. Ала 91. Икĕ аллине тути патне тытатьчĕ те, пуçне кăшт çĕрелле чнксе пĕр шарламасăр, пĕр хусканмасăр ларатьчĕ. N. Пӳрнине сăмси çумне тытнă. || Ст. Шаймурз. Çын панче кăвакал çисен, хурăвăн çуначĕнчен тытсах хур. (Послов.). || Загнать чужую скотину (напр., застав ее на озимях). Орау. См. вĕчче. || Направлять. N. Хăв ăсна хăв тыт, ман пек ан пул. || Насытить. О сохр. здор. Хăш-хăш хĕрарăмсем, яшка тутлă, тутă тытакан пултăр тесе, аша юри вăрах вĕретеççĕ. Виçĕ пус. 4. Тырă пĕрчипе хăярăн тути пĕр пек маррине, тата вĕсем пĕр пек тутă тытмаççĕ иккенне пурте пĕлеççĕ. || Кан. Инке çатма аврипе хăмсарнине хирĕç тытать. || Класть. Синерь. Марья хăранипе аллине пуç çине тытнă чух çав хĕçе тиврĕ, тет те, пурни татăлса кăрават айне кĕрсе карĕ, тет. || Обходиться, обращаться. Тайба-Т. † Йыснаçăмах çавă пур, тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç кунлăх. Ib. Илсе тытса пăхтăр-ха. Стюх. † Йыснаçăмах Иван! Тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç куна. || Брать в руки, употреблять (напр. книгу), заниматься. Юрк. Çырăва (чтение и письмо) тытас тесен те, пушă марччĕ, ялан ĕçпеле пулаттăм. В. Олг. Алă ĕç тытман эп нимĕскер те. Я не занимаюсь рукодельем. ТХКА 75. Йыснапа улмаш хам та суха-пуçĕ тытрăм. Халиччен суха-пуçĕ тытманччĕ эпĕ.— Вунулт çула çит-ха, вара сана суха-пуçĕ тыттаратăп, тетчĕ атте. Изамб. Т. Вуниккĕре чухнех суха-пуç тытнă. Вунтăваттăра авлантарнă. N. Парнисене пăхаççĕ, тет, пирри-аврисене пăхаççĕ, тет, пурте тĕлĕнеççĕ, тет, хĕрсен пирри авринчен, тытни-тунинчен N. Санюк кĕнекине питех тытмас (не очень-то берет в руки). Орау. Ман кĕнекене кам тытнă? Кто брал мою книгу? (напр., если на ней остались следы). В. С. Разум. КЧП. Ку япала алла тытмалла марскер пулнă. Этого предмета, оказывается, не следовало брать в руки. N. Тытса пĕр. || Браться. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ тытса ларать. N. Тытнă ĕçе тăвас килмест. Торп-к. † Çакă ялăн ачисем ир тăраç те, чĕлĕм тытаç, çавăнпа хĕрсем юратмаç. Ала 92°. Вăсен кĕписене никам та тытса çăвакан пулман, вăл хăех пĕр вунпилĕк çула çитеччен пичĕшийĕн кĕпине, тата хăйĕн кĕпине никама та çутарман. СТИК. Вăл тытнă-тунă-пăрахнă. || Править, управлять. N. † Чул-хулана тытмашкăн, мĕн авалтан пухнă мул кирлĕ. N. Вăл икĕ лапка тытнă. N. Семен ватăла пуçласан, хăш чухне ывăлĕ Иван (сын его Иван) ашшĕ лапкине те тытнă. N. Тыт (ашшĕ-амăш çуртне). || Хранить, беречь. N. Укçана лайăх тыт. N. Çын çинчен сăмах ан вылят, ху ăшунта тыт. || Тратить, расходовать. N. 15 тенкине çурта тыт (на дом? на хозяйство?). || Издерживать. N. Если панă пулсан (пособие), пӳртрех тытăп. || Поддерживать. Орау. Илем тытса, тĕс кӳртсе, хитрелетсе мухтанать. || Править (напр., лошадью). Янорс. Атте мана: тыт лашуна, манран ан юл, терĕ. Ст. Чек. Ялан амăш хыççăн кăна çӳренĕ, лаша тытса курман-ха. СТИК. Лашăна тыт, держи лошадь в сторону. Сред. Юм. Юрк. † Атăл урлă эпĕ каçрăм сулăпа, суллăн пуçне тытрăм хулăпа. || Держать путь. Собр. Анчах лаша тӳрĕ тытса пырать-пырать те, çавăрнкаласа пăхать, вăл: пирĕн хуçа лайăх ларса пырать-ши, тесе, пăхать. || Иметь в наличии (о деньгах). N. Ĕмĕрте окçа тытса корманнисем халĕ виççĕр тенкĕрен кая тытмаççĕ. N. Халех перекетре пин тенкĕ тытать. Регули 647. Он пак окçа номай тытакан лайăх порнма полтарать. || Уличать? N. Эпĕ вăсене пĕрерĕн тытап. N. Аппаратне (самог. аппарат) мĕншĕн тытмастăр? || Подавать (руку). Сĕт-к. Пĕчĕкиççĕ кинĕм пор, килен-каян ал тытат. (Алăк хăлăп). || Нанимать. Изамб. Т. Ул çул кĕлтене тытса кӳртертĕм. Конст. чăв. Кукка тинĕс хĕр(р)инчех пароход çине çитечченех кимĕ тытрĕ. К.-Кушки. Эпĕ вунтăватта тытрăм. Я нанял за 14 р. Чăвашсем 27. Вара çынна (умершего) çума тытăнаççĕ, ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Чăв. й. пур. 26. Сухине тытса сухалаттарать. N. Укçа парса тытма сан укçа çитмĕ. Орау. Пĕр-ик-виç ача тытсан, туххăмах леçсе парĕç (отнесут). || Принимать (в картах). Сред. Юм. || Пришивать, нашивать, оторачивать. Сред. Юм. Кĕпе аркине шараç тытрăм. К подолу рубашки я пришила тесьму. В. Олг. Сăхмана пир тытас (положить подкладку). Собр. † Хранцус кĕпене кам юратмĕ, аркисене лайăх тытсассăн. Н. Тим. † Шур тăваткăл кĕççе кĕтессине пурçăнпала тытса çавăрнă. Ходите во свете. Нихăш халăх тытман йӳнĕ тĕрĕсем. Альш. † Сирĕн çире камсулсем пит килĕшет, те аркине тикĕс те тытнăран. N. Çухана вара темĕн-темĕн, тутар хĕрĕсеннĕ пек, хутлă-хутлă тытса пĕтернĕ: унта хĕрлĕ, кăвак, сарă, симĕс. Аркине каллах ик-виç хутлă тутарла илемлетсе тытнă. Н. Якушк. † Хăранцуски кĕпи сирĕн пулĕ, тытас арки çанни пирĕн пулĕ. ЧП. Аркине пархат тытнă. ЧП. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук, хул айне хăмачă тытас çук, аркине харанцуски тытас çук. || Бить (о лихорадке). N. Ах, ачана сив чир тытать, эрĕм шывĕ ĕçтерес. [Шу тытнă ăна, ахаль полас çок. Хора тăван киремеч тытнă полĕ]. || Вести (войну). N. Тата ăна вăрçă тытма, вĕсене çĕнтерме панăччĕ. || Рвать. Б. Хирлепы. † Пирĕн патра юманлăх, тăрăнчен йĕкел тататпăр, кутĕнчен тукăн аватпăр. || В чувашизмах. N. Хăна ху çӳле ан тыт (не зазнавайся). Досаево. Тепĕр кĕркунне вĕренме каяс тесе, эпĕ те шут тытрăм (надумал?). N. Паянхи кун çиме пулмасан, епле вара пĕтĕм çулталăкшăн терт тытăп? N. Хан, çавна илтсен, Александр çине тытса çурас пек çиленсе çитнĕ (обозлился как зверь; был готов его разорвать). N. Мĕн тытас-тăвас пулсан та (при всяком предприятии), ху ĕçлессӳ çинчен аса ил. N. Ах, мĕн тăвас, мĕн тытас! Янтик. † Турта тулли турă утна епле тытса кӳлĕн-ши.

тинĕс

(тин’э̆с, т’ин’э̆с), море. H. Шинкусы. Симĕс тинĕс, зеленое море. (Из наговора). Конст. чăв. Çĕр варĕнчи (= варринчи) тинĕс, Средиземное море. Хурамал. Тинĕс уттисенче вăрман пулать; çав вăрмансене кассан, юн тухать, тесе калать, тет. N. Вăл вырăн авал тинĕсех пулнă, тет, çавăнпа пĕчĕк кӳлĕ пек вырăнсем питĕ нумай. ТХКА 7. Тинĕс пек аслă çĕршыв пулсан та, çĕр ĕçне йĕркеллĕ ĕçлеме пĕлмесен, çĕр ĕçлени этем е усăллă мар вара. N. Пирĕн патăртан тинĕc курăнать (виднеется море). Ст. Шаймурз. Хĕрлĕ тинĕс пулса тăнă. N. Тинĕс хĕррине çитмесĕр аттăна ан хыв. (Послов.). К.-Кушки. Тинĕсре (в море) хурсем ишеççĕ. N. † Атăлпала тинĕс хушшинче икĕ матур йĕкĕт пурăннă, тет.

туй-пуç

, той-пуç, руководитель свадебного поезда. Хурамал. N. Туй-пуç — администратор. Он надзирает за свадьбой. Ездит предсвадебном поездом. Он уже знает, к кому свадьба должна заехать, все ли свадебные гости целы и невредимы. Ездит пред свадьбой и предупреждает о приезде свадьбы. Он не должен быть пьяным. Ала 74°. На свадьбе назначается из гостей для наблюдения за порядком во время увеселений; он же может распоряжаться гостями на свадьбе. Этот выборный гость, называющийся главой свадьбы (туй-пуçĕ), должен первым являться к хозяевам, принимающим свадьбу. Когда глава свадьбы входит в избу, читает следующие стихи... НАК. Кĕрӳпе туй-пуç хăта умĕнче çăмарта яшки çине эрех ярать (по приезде в дом невесты). См. Магн. М. 200. || Старшая сестра жениха. Кĕвĕсем. Туй-пуçĕ — хĕрарăм, каччин аккăшĕ. || Начало свадьбы. Ск. и пред. чув. 74. Туйне-пуçне пуçличчен, авал чăваш йăлипе ваттисене асăнса тăкар çăкăр-тăварне.

торхантай

назв. духа. Б. Олг. Ĕлĕк авал (лет 30—25) осал туса порнса торхантай торрипе Екремре пĕр çын çортапа. Вăл çортапа осал туват, çын вилет. (Торхантай торри — киремет).

тӳсӳллĕн

терпеливо. Сам. 46. Авал çĕр кисреннипе ку мăн хула тӳсӳллĕн ишĕлнĕ тек ерипе.

тăвăç

дело, работа. Шел. II. 62. Вĕсем çине пăхсан, чăваш хĕр-арăмĕсен тахçан авал-авалах алă тăвăçсем (рукоделие), çĕвви-тĕррисем темле чаплă пулни палăрса тăрать. N. Ал тăвăçĕ, работа.

хайла

хитрость, уловка; способ, средство. Альш. Хăнасене пăтă умĕн: Апат умĕн начар улпут та пĕр курка ĕçет тет,— текелесе хайласа эрех ĕçтереççĕ. Ст. Шаймурз. Хайласа калани. Юрк. Ку çын пит хайласа калаçать. СПВВ. Хайла пĕлет вăл; хайласа калаçать. Юрк. Çавăнпала юрă хайласа хунă авал: Çӳлĕ ту çинче çил арман... К.-Кушки. Юрă хайлама хир-енсем лайăх пĕлеççĕ. Составлять песни хорошо знают хиренсем. Ib. Хир енчисем юрă хайлама пит ăста, çавăнпа вĕсем хушшинче юрă пуçтарма пулат. || Уменье. СПВВ. МВ. ЕС. Хайла = ăс, еиел. Альш. † Хайла кирлĕ çак юрра юрлама. И. С. Степ. Хайла, сообразительность, находчивость. Хурамал. Салтак хуйха ӳкрĕ, тет, ĕлĕкхи пек хайла тупас тесен, ним хайла тупайман. Бюрг. † Ука кирлĕ сухана çавăрма, хайла кирлĕ юрăсене юрлама. || Притворство. Слакбаш. Хайлана печĕ. || Прибаутка. N. Шутсемпе хайласем. N. Вĕсенĕн юмахĕсем те, хайлисем те, авалхи сăмахĕсем те — пĕри те юлман, пурте манса пĕтнĕ. || Причина, повод. А. Турх. СПВВ. ФИ. Ун пек çын пĕр-пĕр çын патне ĕçнĕ вăхăтра юри ĕçме пырать те, юри килнĕ тиесрен килтенех хайла ( = сăлтав) тупса каять.

хун

гунны (назв. народа). Шел. 59. Авал пĕтĕм тĕнчене хумхантарнă хун йăхĕ.

хур

хор, класть, ставить, положить, поставить, строить. Ст. Чек. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положил книгу под подушку. А.-п. й. 4. Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр. Ib. П. Ваçлей нушана епле лектернине, ăçта хунине, епле çавăнтан вара пурнăçĕ малалла кайнине хунĕне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Василий рассказал тестю обо всем подробно: как он поймал нужду, куда положил, и как с того времени жизнь у него пошла хорошая. Ib. 71. Илсе хурас ăна кӳме çине, тет вăл ямшăкне. Ib. 71. Вилнĕ кашкăра кӳме çине илсе хураççĕ те малалла вĕçтереççĕ. Ib. 54. Йăви хăвăртрах сивĕнтĕр тесе, чӳрече çине пырса хучĕ. Ib. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Ib. 77. Каçхине Ваçлей лаша кӳлчĕ те, нушана тытса хупнă арчана урапа çине хурса, вăрмана тухса кайрĕ. Вечером Василий заложил телегу, поставил сундук, взял железную лопату и отправился в лес для похорон нужды. Ib. 68. Çăнăхпа пĕрле вăл Пӳрнескене те илсе кĕчĕ, тет те, çăнăхне аламасăрах кăвас хурса лартрĕ, тет. КВИ. Анчах шăлнĕ укçине хăйĕн айне хурса ларнă. ГФФ. † Кăвак сăхман илемсĕр сак çинче хорса каснăран. Серый кафтан некрасив потому, что его кроили на лавке. Регули 854. Ман тырă (тыр) питĕ нумай, ташта хома вырăн топас. Н. Седяк. Вăя пуçланă чух шăпа тытса çăпатасене хурала хураççĕ (кладут под охрану). N. Кĕлте çыхнă чухне çурлана хулпуççи çине хураççĕ. ЧП. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? Янтик. Есир япалусене çакăнта хурайрăр. Ib. Килсен кала вĕсене, япалисене çакăнта хурайччăр. Ib. Эс, Хветĕр, çурлуна çакăнта хурайăр, никам та илес çук ăна. N. Урăх çĕрелле кайса хуман-и? Не положила-ли куда-нибудь в другое место? А.-п. й. 66. Пĕр карчăк кăмака умĕнчи кашта çине типĕтме вутă хунă, тет. Ib. 106. Çавăнта сарайне кайса хур, теççĕ хуçисем. Якейк. Тепĕр рет хорса каяс. Надо начать класть новый ряд (напр. кннг). N. Тăхлаччи пиçнĕ хура пĕр-пĕр савăтпа сĕтел çине пырса хурать. N. Эсĕ лашăна юпа çумне хур, ху тăрăх сак çине лар. N. † Айăм, айăм темесен ая минтер хумĕçĕ. НР. † Çырма орлă каçă хотăм. Мостки устроил через речку. Султангул. † Эсĕ леш енче, тăван та, эп ку енче, кил иксĕмĕр хурар та ай каçмине. Хуратсăн хур каçмине ай çӳçерен, пусмассерен вăль-вăль та ай авăнтăр. Н. Карм. Каçмăрсене хурсан çирĕкрен хурăр, каçмассерен каçмăр авăнтăр. || Прикладывать, приложить. N. Вăл хăлхине ĕçчена çумне хунă та итлет. Он приложил ухо к стене и слушает. О земл. Кĕнеке тăрăх мĕн пĕлнине ĕçе хума тăрăшаççĕ. N. Çитмĕл çула çитрĕм, çын çине алă хурса курман. || Ударить. Альш. Çакă çĕлен Ивана пырса хучĕ, тет (ударил). || Класть больного в больницу. Кан. Кусене эпĕ хамăр Пеловолшск пульнитсине хутăм. Сборн. по мед. Дифтеритпа чирленĕ çынна часрах больницăна хумалла, е ун патне доктора чĕнсе килмелле. || Привернуть (оглобли). Торп-к. Старик вăрмантан килсе торта хочĕ, тет (привернул). N. Кĕркури турта касса тухса хурать те, урапи çине хăпарса ларса, татах малтанхи юррах юрлать. || Пришить. N. Кĕрĕк çине хур. Пришить к шубе (о воротнике). ТХКА. 71. Çăварнире лаша ĕрĕхсе çурна кĕрĕкĕн çаннине çĕнĕ тир татăкĕпе анне пит лайăх сапланăччĕ, йăллисене çĕнĕрен хунăччĕ. || Заплатать. N. Йĕм çине тăхăрвун пилĕк саплак хунă пулнă. || Натягивать (о струнах). Якейк. Кĕслея çĕнĕ хĕлĕхсем хочĕç (натянули). || Набираться. Урож. год. Нӳрĕпе хăват хурса çитĕнеççĕ хумханса (травы). N. Самана лăпкă тăрсан, эпĕ хăват хурăттăм. || Ставить (самовар). Янтик. Кĕпер пенчи сăрлă юпа ут кăкарни пирĕн у ( = вăл), сăмавар хурса сахăр катни шур явлăкли пирĕн у. || Поставить (охрану). N. Халĕ (1906 ç.) вырăнĕ-вырăнĕпе хурал хунă, е салтаксем тăраççĕ, е казаксем çӳреççĕ. || Ставить в банк (в игре в карты). Орау. Малтан пĕрер тенкĕ хурса вылярĕç. Унтан икшер тенкĕ хура пуçларĕç. || Закладывать, заложить. Альш. 15 тенкĕ парса ятăм та, тăлăпне хăварчĕ хурса. Юрк. Хупаха хур. Заложить в кабаке (вещь). Ib. Хупаха хурса эрех ĕçеççĕ. || Начислять. N. Ун чухне банк укçана пит пысăк процента хурса пама пуçланă. || Творить (ставить) тесто, замесить. Юрк. Кăвас хур. N. Кӳптĕрме хур. Сред. Юм. Колаç хорса лартрăм. (Колаç пĕçерме чоста хорса лартсан çапла калаççĕ). Хурамал. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. || Назначать на место, на должность. Пухтел. N. Сана каллех ĕлĕкхи вырăна хурĕç. Альш. Унта вĕсем хăйсен хутлăхне пĕр хĕрне касначчея хураççĕ. Истор. Аслă княçа иккĕшинчен пĕрне хурасшăн пулнă. N. Пирĕн ялта шкул уçнă, унта çав Волкăва хăйне тиректăра хунă. Чăв. й. пур. 26. Сана куланай пухма хуратпăр. Ib. 26°. Сана куланай пухма хурасшăн, тенĕ. || Определить, установить. N. Вĕсем пĕтĕм халăх çырăва вĕрентĕр тесе çĕнĕ йĕрке хунă. Орау. Атăсене икĕ мăшăрне те кайса парас: хăшне тӳрлетет, вара пĕр мăшăрне хăй илсе тӳрлетнĕшĕн укçа хури (хурĕ-и)? N. Вут тупăнмарĕ, ыттине ĕçе хунă. || Решать. N. Йышăнмасан укçа пама пăрахăç тума хунă. || Накинуть. П. Патт. 13. Темĕскерле çын кĕрĕкне хулпуççи çине хурса тухрĕ. || Прикрытый. И. Тукт. Кайсан-кайсан, Ульянасене пĕр чăптапа витсе хунă лав тĕл пулчĕ. || Приказать, велеть. N. Çаврăнма хуратна, анма хуратна юланут çинчен? (Такмак). || Подать в суд. Чăв. й. пур. 210. Эпĕ каçармастăп, манăн ача вилет, эпĕ сута хуратăп, тенĕ. СПВВ. Сута хучĕç. || Чув. пр. о пог. 278. Хĕлле юр сакăн-сакăн пусма пек картлашкаллă пит нумай хурсан, çулла тырă-пулă пит лайăх пулать. Если зимою очень много насядет снегу ступеньками, как у лесенки, летом хлеб будет очень хороший. || Уродиться, родиться в кого. Юрк. Такам шуйттана эсĕ хунă! Ib. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: „Ачу масарĕ ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши? Пирĕн йăхра никам та ун пекки çукчĕ-çке“. N. Вăл амăшне те, пиччĕшне те хуман, пит çемçе çын пулнă. Регули 923. Пĕтĕмпех хама хунă. ÇМ. вăт. || Значит, надо полагать (?). Рукоп. календ. 1908. Шикланаççĕ хур.|| Почитать, ставить во что. N. Илтмĕтĕм сирĕн сăмахăра, чунăм чухлĕ хуратăп кăмăлăра. ÇМ. Этем чунне — выльăх чунĕ вырăнне ан хурăр. N. Эсĕ ман сумаха сумах вырне хумарăн. N. Пирĕн ватăсене чыса хураççĕ. Дик. леб. Çакна хăнăрсене чысламалли тĕслĕрен ĕçме-çиме вырăнне хурса выльăр. N. Кăмăл хурса, хĕрхенсе ман айăпа каçарсам. || Составить, сложить. N. Микула геройсене мухтаса юрламалли çĕнĕ юрă хучĕ. || Сравнивать. N. Петĕр çын чĕрине çăлкуçĕ майлă хурат.|| Зачесть. N. Эсир мана ку ĕçшĕн айăпа ан хурăр, тенĕ. N. Мана винавата хуран. N. Çавна та ĕнтĕ айăпа хуратна? || Давать (имя). Яжутк. Пирĕн ялта пĕтĕмпех (все) Шăнкрин ятлă, ахаль пуп çавнашкал хунă. || Девать. Хĕн-хур. Ачасене ăçта хурас! Вĕсене те пăрахас-и-мĕн? Толст. Çиллĕме ăçта хурам-ши? Юрк. Ай-хай, арăмçăм, сарă арăм, çта хурĕç-ши манăн чунăма? Чем люди живы. Кала эсĕ, укçăна ăçта хутăн? тет Матрӳне. Альш. Килĕнче хăйĕн пурлăхне ниçта хура пĕлмен. Ib. Сирĕн пек лайăх çынсем умĕнче ырă сăмахăма ăçта хурам-ши? Ал. цв. Каялла çаврăнса пăхать те, ниçта алă хума та вырăн çук. || Наливать. N. Сăра хур, наливать. || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: хур, хур, тесе сĕнеççĕ. || Оценивать. N. Хамăрне 50 тенке хутăмăр. Орау. Сурăха пĕр тенкĕ хучĕç. Оценили овцу в рубль. || N. Эсир канаш тăватăр пулсан, эпир ăна пĕтерĕпĕр; эсир пĕр-пĕр сăмах хурсан, вăл сирĕн пулмасăр юлĕ. N. Хампала иксĕмĕр хушăмăра эпĕ сăмах хуратăп. || Быть принятым. П.-Пинер. Пасара кайсан çын вали кулаç илме хуман. N. Уяра хирĕç юпăнчă илме хунă. N. Ывăла шаннă — хуран çеккĕлинчен тытма хунă тет, хĕре шаннă — алăк хăлăпĕнчен тытма хунă тет. || Потратить. Календ. 1907. Çĕре тухăçлăрах тăвас тесен, ăна ĕçлеме вай нумайтарах хурас пулат. || Пожертвовать. N. Вĕсем халăха ирĕке кăларасшăн хăйсен пуçĕсене хучĕç. || Развести (огонь). НР. † Уй варрине вут хуртăм. Среди поля я огонь развела. А.-п. й. 21. Такасем, пĕр-пĕринпе тĕкĕшессине шанса, шăнасран çапă пуçтарса вут хунă. || В чувашизмах. ЧС. Вăл (лошадь) е хирте е картăшĕнче ирĕк çӳренĕ чухне, ун патне тытас тесе ют çын ан пыра хур (и не думай подходить), хăна пĕр систермесĕр шартлаттарса тапса яратчĕ. N. Эпир çав ӳсĕр пекех пулас мар, хамăр ăса çухатсах хурас мар. Халапсем 27. Тархасшăн ан кая хур (не уходи), эсĕ пире тĕрмере çĕртсе пĕтеретĕн. Юрк. Ан кая хур. Не вздумай пойти! Чем люди живы. Çимун Михала ĕçне пырса пăхнă та, шартах сикнĕ: Михала улпут таварĕнчен вилнĕ çын пушмакки çĕленĕ хунă. Конст. чав. Инке каллех: ан ухмахланса çӳре хур эсĕ, ачам, апла, терĕ. См. Магн. М. 263. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Виçтерсе хур, эп пырăп. Вели взвесить, я приду (и возьму). Ib. Вăл çаран çине кĕре ан хур — пĕтрĕн вара. Не вздумай пойти на эти луга — погибнешь. ГФФ. † Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. Оп. ис. ч. II. Лашине витине хупса хурат. Ставит дошадь в конюшню. Ib. Çил тухиччен акса хурас. Надо (заранее) отсеяться, пока нет ветра. Ib. Тĕтĕрсе пĕтерсен, шăналăка карчĕ те хучĕ. Окурив, она задернула полог. А.-п. й. 53. Кашкăр йăпăр-япăр тĕпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пас кăларса вĕрме тытăнчĕ. Когда волк забрался туда, собака захлопнула крышку, а потом принялась лаять. Ib. 90. Мĕн пур йăвăç купинче мачча кашти курăнмасть. Тупса хурсан кашталăх, тытăнăп тин ĕçлеме. Ib. 91. Çав вăхăтра Сахарĕ çыхать хурать улпута. Ib. 82. Хайхисем килĕшрĕç те, сумккăпа кив капансене улăштарса та хучĕç. Альш. Унтан (она) кукша качакине илет те, хăй качакине çыхса хурат, тет. N. Çапла вара илемлĕ чĕлхене пăсса хураççĕ. Чăв. й. пур. 33°. Ивана хăне ĕçтерсе ӳсĕртнĕ те, пылне вăрттăн илсе хурса сута-сута янă. N. Ухмах çынна ан хирĕçтере хур, вăл тем те туса хума пултарать. Янш.-Норв. Çапла вĕсем вара çураçса хураççĕ те, туй тума япаласем хатĕрлесе хураççĕ. Регули 958. Ĕнер туса хорас мĕн сирĕн. N. Сухи пуçпе сӳрине сухаласа пĕтернĕ ана çинчен тепĕр ана çине кайса хучĕ. Халапсем 15. Хай упанăн икĕ хăлхинчен ярса тытса часах урапине кӳлсе те хурать. N. Агаша йĕре-йĕре Корней пичĕ çине таса тумтир витсе хунă. N. Палач вĕрене хăвăрт туртса илнĕ те юпа çумне çыхса хунă. N. Çитсен (по прибытии) мĕн тăвассине вăл малтанах вĕрентсе хунă. Истор. Ывăлĕсене вăл хăй сывă чухнех пĕрер хула парса хунă. Шăна чир. сар. 19. Шăнасене пистерттерет, нумайĕшĕ тата вырăнтах шăнасене вĕлерсе хурать. N. Пĕр кулак çапла каларĕ, тет: „Пире пĕтĕмпех пĕтерсе хурасшăн“, терĕ, тет. N. Ӳсечен (?) çăнăх исе хурайтăн-а? N. Авал пĕр пысăк пуçлăхран ыйтнă, тет: „ Эсĕ тĕрмене лартакан çынсем хушшинче пит лайăх çынсем те пур-тăр-çке? — тесе. Пуçлăх пăртак шухăшларĕ, тет те, каласа хучĕ, тет. N. Тепĕр çын тата. „Чăн пирĕн çарансем питĕ начар, анчах вăл выльăх çӳренĕрен мар, çулсем çапла килчĕç“, тесе хучĕ. N. „Çапла вăл, Микулай, çапла; Ваçлей пурне те пĕлет вăл“, тесе хучĕ Ерхип. Кн. для чт. 65. Хăйне ниçта кайса хума пĕлмен. N. Каç пулсан пулла кайăпăр тесе ăман чакалтаса хутăмăр. Имен. Ашшĕ ăна хирĕç илме тохать. Алăк оçса хочĕ. Хора-Çирма. Эсир уншăн ятласах хумăр, тесе шутларăм. Думаю (думал), что вы меня не будете за это слишком бранить. (Из письма). Орау. Йăтăнса анса пусса хурĕ (придавит). N. Алтса хур (вырыть). ЧС. Çапла тетен (у брата) сулахай алли типе пуçласан хай этем: „Акă ку керемет çеремĕ хай Михелене мĕн туса хунă, тетчĕ (т. е. что сделал ему киреметь за распахивание киреметевой земли). N. Иле хăйне ырăлăх тунăшăн Якку çапла туса хунă. КВИ. Пиччĕш хăйĕн шăлнĕне чиксе хучĕ укçашăн. N. Хула хапхине хупса хунă. N. Вĕсене епле пĕтерсе хунине (как истребили) илтсеттĕмĕр эпир. N. Чӳрече çумне хĕрлĕ вĕрен çыхса хур.

хура

хора, черный. См. йĕпкĕн-хура, хуп. N. Мамăк тушек сарса, чаршав карса, кăчăк туртса юлчĕ хура куç. N. Хура куçлă хĕр, черноглазая девица. КВИ. Хура куçлă хĕр инçе, хăйĕн хитре пӳртĕнче. Черноокая далеко в пышном тереме своем. N. Хура çилхеллĕ лаша, черногривый конь. ГФФ. † Пирĕн поç çинче хора калпак. У нас на голове черная шапка. Якейк. † Пуçăм толли хора калпак, пуçа тăхăнса çӳремесĕр хора халăхран уйăрлтăм. ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман, Иван тĕлне çитсессĕн арки вăр-вăр туса пырать, Иван тохтăр, тет, корнать. Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома, начинают раздуваться, как бы говорят: выходи, Иван! ГФФ. † Хора тăлăппе мохтанать. Хвастается (своим) тулупом черной дубки. ГФФ. † Пирĕн алăра хора алстой ( = алсатуль). У нас на руках черные голицы. ГФФ. † Пирĕн орара хора кĕççат. У нас на ногах черные валенки. Сет-к. † Хора çăккăр çийиччен шор колачах çиер-хе. Шишкин. † Эсир ăма пит хора? — Хора çăкăр çинĕрен. Сĕт-к. † Авоç килет ман тантăш кăвак лашине выльятса, хора çонине янтратса. Т. Григорьева. Хура ĕне сĕчĕ тутла, теççĕ. А.-п. й. 70. Тухать, тет, пуян арамĕ хура ĕнине сумашкăн. N. Хура халăхпа, хĕрĕ-хĕрарăмĕпе, ачи-пăчипе, çак хура вăкăрпа асăнатпăр, тав тăватпăр сана, учук турри. А.-п. й. 5. Ĕлĕк пĕр карчăкпа старикĕн пĕр пысăк хура кушак пулнă. Оп. ис. ч. II. † Хура сăсар йĕрне йĕрлес мар, атте-анне ятне ярас мар. Не надо (мне) искать по следу черную куницу, не надо (мне) позорить имени отца-матери ГФФ. † Хора йос çи тирĕнчен те ялккас калпак çĕлетрĕм. Из шкурки черного горностая сшила шапочку. N. Саманисем йывăр, чунăм айван, авкаланап хура пăлан пек, тесе юрлатчĕç авал. Оп. ис. ч. II. † Хура чĕкеç ларнă çирĕк çине, ик çунатне янă ирĕке: юратнă тăванăм килнĕ чухне, ярам-и кăмăлăма ирĕке? Опустилася на ольху ласточка черненька, распустила свои оба крылышка вольненько; как приехал мой родимый, развернуться что ли? Дать свободу ретивому, дать сердечку воли? В. С. Разум. КЧП. † Хура-хура кушакăн çăнĕ ( = çăмĕ) йăл-йăл курнатĕ. Чаду-к. Çав вăхăтра Иван хура туя илнĕ те çĕлен патшине çапнă. Бигильд. † Хусан варринче хура юпа, мĕн ырлăхпе (для какой пользы) лартнă-ши? Бюрг. † Çамкасене çырнă хура çыру, сĕтпе çуса ярсах пулмасть-çке. Ск. и пред. чув. 73. Кĕтӳ хыççăн урампа хура тусан хăпарать. N. Мăн çол çинчи хора тосанне хора-тор лаши хоскатрĕ. Орау. Пĕтĕм яла хура пĕлĕт хупласа илчĕ. Ск. и пред. чув. 69. Икĕ куçĕ хуп-хура, икĕ хура шăрçа пек. И. Тукт. † Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. НР. † Пахчи, пахчи, çĕмĕрт пахчи, çĕмĕрт çисе ӳсрĕмĕр, эх, ӳсрĕмĕр,— çампа хура пултăмăр. Сады, сады, черемуховые сады! Питаясь черемухой выросли мы, потому, видно, черными мы стали. Регули 716. Çав хорараххи çирĕпрех. Альш. † Хура Атăл урлă каçмарăм, Шурă тинĕс шывне ĕçмерĕм.|| Темный. ГФФ. † Хора та вăрман варĕнче çутă та кулли пор, теççĕ. Среди темного леса, говорят, есть светлое озеро || Вороной. См. йĕпкĕн-хура, хуп. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша... Ивана вороная лошадь... НР. † Хура лаша çилхине йĕс турапа турарăм. Вороного коня гриву медным гребнем расчесала я. ГФФ. † Веçа килет пирĕн йысна хора лашине сиктерсе. Вот едет наш зятек. Его вороная лошадь весется вскачь. А.-п. й. 71. Кӳмине виç пар маттур хура ут кӳлнĕ, тет. Пазух. † Хура кăна лаша, катра çилке, килĕшет хура çул çийĕнче. Юрк. Хура лаша вăрлакан шĕшкĕ айĕнче тăракан, пуйăн хĕрне вăрлакан пĕр пус укçасăр хăтăлакан. Кума-к. Тухсассăн (вылезши оттуда), хура лаша çуни çине вотă нумай тиерĕм, тет || Нечто черное, чернота. Артюшк. Ача калат: ав лере пĕр хура курăнат (что-то черное виднеется). Собр. Ирхине тăтăм та тула тухрăм, тулта хура-хура курăнать, хура мар-çке, хуралтă. || Çиç. çиçрĕ кĕм. 75. Вăхăт та ĕнтĕ хура кĕре сулăнчĕ. N. Пирĕн хура кĕртенех çимелли пулман, выçă тарăхнă. О сохр. здор. П. Эпир сивĕрен хăраса хура кĕрпех кĕрĕк тăхăнса çӳресен, нихçан та çара уран çӳресе курмасан, вара чăнах та хамăра хамăр ачашлаттарса яратпăр. || Виçĕ пус. 6. Пусса акмасăр хура хăварса кантараççĕ. С. И. Иванов. Хурана шуратса хăварсан, чипер шăтса тикĕсленме пар, тикĕсленсе çитсен шăркана чипер лайăх ларма пар. (Из моленья). N. Ман анасене хура вырттарса ан хăварăр. || Редко. Бес. о земл. Пĕр тĕлте йывă, тепĕр тĕлте хура (сайра) ан пултăрччĕ тесе чухлас пулать. || Черное место. Альш. Ниçта пĕр хура курăнмас. Нигде не видно черного места (где бы не выросла трава). Каша. Хура вăрманта хура çук, хура сăрху лашусене кӳлсе пыр. || Бесснежный (дорога). К.-Кушки. Хура çул, бесснежная дорога. N. Утсем ырхан пулчĕç, çулсем хура пулчĕç: çитеймерĕмĕр вăхăта. Чăв. й. пур. 10. Хура çĕрте унăн лаши туртайман (весною). Бес. чув. 1. Ялсенче тĕл-тĕл хура курăна пуçларĕ, кĕперсем, тусем ытларах та хуралса карĕç. || Поздний (об осени). СТИК. Хура кĕркунне, поздняя осень (октябрь и начало ноября). N. Хура кĕркуннеччен, до поздней осени. Хăр. Паль. З. Акă пирĕн Пальля мăнкунтан хура кĕркуннеччен чавса шыççипе тата çăпанпа асапланать. || Глухой (о ночи). Якейк. Сăпаççипă атия: хора çĕрле çӳреме хора лаша исе пач. Собр. Хусантан илтĕм хура лаша хура çĕрле çӳремешкĕн. Якейк. Пирĕн мочийăн хора лаши хора çĕрле (в глухую ночь) тăрсассăн йĕвенсĕрех тыттарать. N. Ялта та хура çĕрте сасă-чĕвĕ пулмĕччĕ. N. Пирĕн пиччен хура лаши хура çĕрлерен кĕçенет. Сред. Юм. Хôра çĕртенех (в конце или середине осени) пĕррĕ кайса корнăччĕ те, çавăнтанпа такки кайман-ха. || Черная кайма. Альш. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? || Чернила. ЧП. Хурапала çырнă хутсем çинче аттепе анне ячĕ пур. Ib. Тăвансем патне хурапала салам çырса яма юрарĕ. N. Хот çине хора пĕр кĕрсен каймасть. || Грязный. Ст. Чек. Хура арăм-çке ку, кĕпине те çума пĕлмес (грязная). N. Хора кĕпе, грязная рубаха. Цив. Пурте тухаççĕ: ачисем те, ашшĕ-амăшĕ те, пурте хура кĕпи-йĕмĕпех пыраççĕ. С. Тим. Хура ура сырмарăм (не обулась в грязные онучи), урам урлă каçмарăм (не перешла). Кама 59. Питна-куçна çу малтан, хăвăнтан хура тар юхать. Ачана варалан! Бес. чув. 5. Унта вăл малтан хурарах таварсем: кăраççын, тикĕт сутнă. Юрк. Алă-шăллине хурине патăн-çке, çук-и çавăнта тасараххи. || Грязь. Шурăм-п. Юрпа çăвăнсан çич çул кайман хура каять. Тогач. Пĕве çитрĕм, çира хура каймарĕ. (Кăмака çамки). Трхбл. Шурă кĕпе час хуралат, хĕрли çапах хурине çĕклет (т. е. не так скоро марается). || В переносном значении. КС. Ят пăсăлнă çыннăн халăх çинче хура витмест (не имеет влияния на народ). Ib. Унăн ашшĕ-амăш пуян та, хурине витерет, тетчĕç авал чух. Орау. Хура витмест. Его слова не имеют веса (при брани), так как он себя замазал чем-то дурным. М. Ăнтавăш. Унăн нимĕн хури те çук. Он — беззащитное, безответное существо. Собр. Хурапа шурра паллакан пулăр. Будете разбираться в вещах. || Черный = некрасивый. ГФФ. † Сăнăм хора, ăсăм кĕске... Сам я черный (некрасивый), ума немного... || Черномазый. ГФФ. † Çампа хора полнă эпир. Потому (видно) я уродился (таким) черномазым. || Смуглый. Сред. Юм. Хôра хĕр = смуглолицая девица. Актай. † Ай ухман Степан, суйламасăр хĕр илчĕ, сарри-хури тиркемер. СПВВ. ПВ. Хурарах-су сăнлăскер. Юрк. Атте ывăлĕ сарă ывăл, ыталаса вĕл çывăрат. Анненĕн ывăлĕ хура ывăл, кунне виççĕ хĕнемесĕр кун каçмас. Шел. II. 16. Хут çийĕнче анчах тăрса юлĕ... хура тĕссĕм... салху мĕлкеçĕм. N. † Айта, тантăш, киле кас, сана сарри кĕтет поль, мана хори кĕтет поль. (Свад. п.). N. † Сарри сăмавар лартнă поль, хори хоран çакнă поль, çмарта пĕçерсе хонă поль. (Свад. п.). Н. Лебеж. Ялтан яла эпĕ çӳрерĕм хуньăм хура хĕрĕ ӳсиччен; тыт куркăна, хуньăм, лар вырăнна, тайлайса тăрăп умăнта. Собр. Хуннĕм пачĕ хура хĕрне хура çĕртен чупмашкăн. || Чужой, чужак. Кильд. Çичĕ ют хура чăвашсем атте килне пухăннă. Хура выражает чужое, не близкое тебе. N. Хура çын ĕçне пурне те пĕлсе çитерейместĕп. || Большой. Самар. Хура вăрман айĕ такăр пулсан хăтăлаймĕ тилĕ пур пулсан. Когда в большом лесу станет гладко, лисице, если она будет, не уйти целой. Тайба-Т. † Хура вăрман хĕррине капкăн хутăм юртса пыран хĕрлĕ тилĕшĕн. || Много, Сред. Юм. Хôра вăрман пик нăмай (очень много). Турх. Эп çуралнă шывçĕрте хура-хура вăрман пур. Ала 55°. Çул çинче хуп-хура халăх (тьма тьмущая) ман хыçран чупаççĕ. || Резкий (о ветре). N. † Вăш-вăш вĕрет хура çил, мăкăнь çеçкине çавă тăкать. N. Вăш-вăш вĕрен хура çил, тăвăр ăрамсене типĕтет. || Горький (о слезах). Янш.-Норв. Пусмисем умăнче кĕтсе те килмесен, хура куççулĕсем тухнă пулĕ. Ала 99. Хура куçшульпе макăрать. Горько плачет. Якейк. † Ирех тăтăм ирĕксĕр, хура кушшульпе пит çурăм. (Солд. п.). || Мрачный (о думах). Полтава 40. Кетмăн хура шухăшне хĕр юратни тартас çук. || Сильный (о заморозках в мае). ЧП. Сатри улма чечекне хура тăм ӳксе пĕтерчĕ. || Г. А. Отрыв. † Эпĕ савнипе уйăрлнă кун пĕлĕтлĕ кун пулайрĕ, хура çăмăр çăвайрĕ. N. Хурăн тăрри хумханать, хура çăмăр кĕтет пуль. N. Сирĕн пӳрт çине тренче витнĕ, хура çумăр çуса хуратнă, çавăнпа тимĕрĕн курăнать вăл. Чăв.-к. Çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм, хура çумăр килчĕ хуратрĕ, хура чусли тесе ыйтаççĕ. || Злой (враг). Юрк. Урама тухма халăм çук: курăна тăрат хура тăшман. У меня нет возможности выйти на улицу: (как не посмотришь, все) злой враг стоит перед моими глазами. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕех те çинçе пӳçĕм авкаланать хура çын аллинче. Янш.-Норв. † Хура çăварлă халăхсем, евчĕ килне кĕменни атте килне сырса илнĕ. (Хĕр йĕрри). Чăв.-к. Кив Улхаш чăваш — хура чăваш, мана илме килнĕ пулĕ. (Хĕр йĕрри). Бур. Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, хур пулминччĕ хура çын аллинче. || Горный берег (?). N. Эсир вутă йăлăмра туни, хурара туса-и? || Назв. болезни (о глазах). Кан. Хура карнă куç кастарнă хыççăн куракан пулнă. || Назв. растения. В. Олг. Хура, былинка, чернобыль (?). Шибач. Хура = сухая полынь. Бур. † Çил вĕрмесĕр хурасем хумхансан, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. Альш. † Çил вĕрмесĕр хура (т. е. хытхура = хура эрĕм) тапрансан, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. Тайба Т. † Çил вĕрмесĕр хура (мăян е эрĕм) ай тапранат, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. N. Хура = хăвра.

хусах

хосах (хузах, хозах), холостяк, холостой. Хвалынск. Çамрăк-çамрăк хусахсем утсем хатĕрлеççĕ. Илебар. † Çак уллахра мĕн йĕрри пур, ют хусахăн йĕрри пур. Бугульм. Самарпа Сакмар хушшинче куян выртать парĕпе; хусахсем тытмарĕç хурласа (т, е. считая негодными, плохою дичью), пурсуйсем тытрĕç мухтаса. Шибач. Хосах, аланман ача. Тогаево. Вара авланнă çынсем çывăрма выртаççĕ, хосахсем, хĕрсем пыçтарăнса тортмалла копăспа йорласа тепĕр çĕрте çăлакансем патне корма каяççĕ. Юрк. Эпĕ çул хĕррине тухрăм та, мана хирĕç хусах пырать. „Эсĕ мана пыратна?“ — тет. N. Лучше хусах пуçăн ĕмĕр ирттĕр, тетчĕç авал. || Парень. ЧП. Пирĕн ял витĕр хусах çулĕ. Синьял. Çак ял виттĕр Хусан çулĕ, Хусан çулĕ мар, хусах çулĕ. Юрк. Пирĕн пӳрт çумĕ хусах çулĕ, хусах çулĕ мар, уллах çулĕ, çĕрĕн-кунĕн айăх çук. Шел. 104. Ак пирĕн хыçран ик хусах килет. Панклеи. N. Такмакран икĕ хосах сиксе тохаççĕ те, Кокшана пуçран шакка пуçлаççĕ. Тогаево. Вара амĕш вилсен хосах ачи сывалнă, тет. Ib. Çавăн пек пĕр ялта пĕр арăмăн хосах ачи чирленĕ, тет. Сред. Юм. Хôсах ачапча, парни. || Вдовец, вдова. Сред. Юм. Хôсах арçын, вдовец или совсем неженатый старик. N. Хусаххăн пурнакан, вдовец. N. Хусах арăм, вдова. Сред. Юм. Хôсах матка, вдова. Якейк. Хосах арăм тесе опăшки вилнĕ хĕрарăма калаççĕ. Ib. Арçынна та арăмĕ вилнĕ пулсан, хосах теççĕ. N. Ача-пăчаллă хусах арăмсене пулăшса тăмалла. Анчах хăш-хăш ялти çынсем çавăн пек хусахсене пулăшса, пăхса пурăнас вырăнне пушшех хĕссе аптăратса пурăннă. Сред. Юм. Хôсаххăн порнать, живет вдовцом или вдовою. N. Эпĕ хусахăн пурнаймăп ĕмĕрех. || Птица без самки или самца. Орл. Хусах хур (не имеющий гусыни) пек çӳрет (как в воду опущенный, печальный). Юрк. Эпĕ халĕ те пулин, хусах хур пек, пĕр пĕчченçи пĕркеленсе пурăнатăп, авланман. || Пухтел. Хусах хур = чĕпĕ кăларман хур. Чертаг. Хусах хур, чĕппи вилсе пĕтсен. Б. Хирлепы. † Пĕччен юрă юрласан (если спеть), хусах тăрна сасси пек.

хут

хот, бумага. N. Эпир пӳрт ăшчиккине хут çыпăçтартăмăр. ТХКА 4. Эпĕ профессăр мар, ăслăлăха нумай вĕренмен, пăртак шурă хут çине хуратса çыркалама, алă пусма çеç пĕлетĕп. Артюшк. Хăй хут пек, йĕп чиксе кĕмес, туп. (Вăл пулĕ келенче). Собр. Хусан çинче хут вылять, Хусан илемне çав кӳрет. N. Хăят чиркĕвĕ хут çинче. ГФФ. † Кĕтмел аври хот полчĕ те, манăн савни йот полчĕ. Брусничиая трава стала бумагой, моя милая стала чужой. || Письмо. N. Пичче вилнĕ хот килчĕ. N. Икĕ хот хяль ола-хыçлах кисе (пришли). N. Эсир хот ма питĕ сахал çыртăр? N. Тата нумай çырмалли, тулĕк хут çине кĕмест. N. Эпĕ сан хута пĕр маях алла илтĕм. N. Халĕ хăвăн хоту çинче те килчĕ атрĕсу. N. Ман упăшка хут яман-ши? N. Эпĕ пыракансенчен хотсам парса ярсаччĕ. N. Пирĕн пата хот ямасăр ан тăр. Якейк. Çак хота хирĕç эп хот ярас темесп. Я не хочу ответить на это письмо. Ib. Эп он хотне уçса воларăм та, кальлях çыпăçтарса лартрăм. Н. Сунар. Ун патне хут ӳкерсе яр. N. Çак хотран йолап сив чирпе. || Деловая бумага, документ. N. Пĕр-пĕр ĕç хучĕ çырнă чухне. Турх. Чавкасем саккун хучĕпе виçĕ çерçие чĕннĕ, тет. (Авалхи юмахран). Юрк. Пĕр ерне яхăн çапла ют хулара пĕр хутсăр-мĕнсĕр граф Игнатьев ячĕпе пурăнсан, хайхисем хăйсен хулине тавăрнаççĕ. Çĕнтерчĕ 46. Комсомол яччейккипе пионер отречĕн клупĕ тесе çырнă хут çапнă. || Грамота. N. Эпĕ сире çырăва (хута) вĕренесси çинчен каласа кăтартас тетĕп. ЧС. Эпĕ хут вĕрене пуçласан, кирĕметрен хăрави ахалех пулнине кăшт туя пуçларăм. Байг. Кушкăра хут вĕренсе килсен, эпĕ пĕрмай кĕнеке вулаттăм. N. Хута вĕрен. N. Хута вĕрент. Трень-к. Эпĕ ача чухне хĕлле хут вĕренме çӳреттĕм. ТХКА 14. Хут вĕреннĕ çын. Абыз. Çитĕнтернĕ, хут вĕрентнĕ. Курм. Авал чăвашсене хут вĕренме питĕ йăвăрччĕ. Сред. Юм. Хôт патне ятăмăр. Послали учиться. N. Ачасам хот патне карĕç-и? Б. Янгильд. Эпир хĕлле хут патне кайнă чух ялан мулкачă йĕрлеттĕмĕр. Сред. Юм. Эс хота пĕлет-не? Знаешь ли ты грамоту? Якейк. Тияк мари полччăр-и, хот воласа ларччăр-и, шор пĕремĕк çиччĕр-и. N. Хусан тиекĕ мĕн ĕçлет? Çыру çырать те хут çапать. || Бумажный. Чăв. й. п. ЗЗ. Вăл укçасем пурте хут пулнă иккен. А.-п. й. 99. Унтан улпут кăсйинчен пĕр кирпĕç пек хут укçа кăларса илсе шутларĕ.

хӳхле

плакать; причитывать (о невесте). Шарбаш. Ĕлĕк хĕр-опраç килĕрен хӳхлесе çуретчĕ. Ib. Апи чăтимасăр хӳхлесе (йĕрсе) ярчĕ. Ск. и пред. чув. 26. Ашшĕ-амăшĕ тав тусан, пĕркенчĕкпе хĕр хӳхлет. Сам. 80. Пĕтнĕ Кулюç чунĕ те каç пулсанах хускалнă, ишлĕк çурчĕ патĕнче хӳхленĕ вăл, юрланă. Б. Олг. Авал чох той кон хĕрсем хӳхлесе. Курм. Пĕр пӳркенчĕк айĕнче тăватă хĕр хӳхлĕ. (Сĕтел). Т. VI. Загадки. Пĕр пĕркенчĕк айĕнче тăватă хĕр хӳхлет. (Сĕтел урисем). Собр. Пĕр пĕркенчĕк айĕнче тăват хĕр хӳхлесе лараççĕ. (Сĕтел урисем).

хăне

(диал.), правильно хăйне (д.-в. п. от местоим. хăй). Регули 1504. Она хăне кирлĕ, сана вăл парати? Изамб. Т. Çынтан хăй пĕрре те хăрамаст, хăне те çынсем пит юратаççĕ (голубь). СТИК. Хăне кура хытланмаст. Не знай кого из себя корчит. Чăв.-к. Хура вăрманти хурчăка, хăне çӳреме çул тупман. Ст. Чек. Шурарăма (полынь) хăне ăш ыратсан вĕретсе ĕçеççĕ. Юрк. Хăне пулсан, вăл санпа тарăхса анчах пурăнат. || Особо. N. Ĕлĕк авал вилнĕ çынна халех вырттарман, масар çине тупăкне хăне, вилнĕ çын ӳтне хăне ăрасне илсе кайнă та, шăтăка антарнă чух анчах вилнĕ çынна тупăка вырттарнă. Ст. Чек. Вăсене хăне сĕтел хушшине лартаççĕ, хăна тăваççĕ.

хăнтăр

бобер. Начерт. 191. Кильд. Вак касрăм, шыв ĕçрĕм, хăнтăр пур иккенне пĕлмерĕм. Хурамал. Анкарти пĕр хыçне виртсем ятăм, хăнтăр чĕппи пурне пĕлмерĕм. Рак. Хăвăлта хăнтăр вылять. (Куç). Çатра-Марка. Хăнтăр тĕслĕ йăттăм пор. Трхбл. Куç харшисем хăнтăр, куçсем çăлтăр, кам телейне пăхса ӳсет-ши. Хорачка. Хăнтăр çока — хĕрарăмсам сыпăçтарса; хăнтăр ĕçлĕк — хĕрарăмсамăн авал; хăнтăр шура порăннă таста анатра. N. Эпирех илес ай хĕрĕн те пичĕпе куçĕ çăлтăр пек, çӳçĕпе пуçĕ хăнтăр пек. || Тесьма, оторочка. М. Ăнтавăш. Хăнтăр, самодельная оторочка из овчины. СПВВ. НН. Хăнтăр, кĕрĕк çухине тытакан тир. СТИК. Кĕрĕк аркине хура путек тирне тăсăмăн-тăсăмăн касса тытаççĕ; çавна хăнтăр тытас теççĕ. Тюрл. Хăнтăр, обшивки (тюленев., котиков. и др.). Чутеево. Хăнтăр, вообще обшивка по краям верхнего платья (тӳлен, кутьăк). Ст. Чек. Хăнтăр, воротник шубы из тюленьего меха. Кĕрĕк хăнтăрĕ, кĕрĕк çухине хăнтăр тытаççĕ. Ст. Шаймурз. Тăхăр тиртен кĕрĕк çĕлетекен, унăн хăнтăрĕсем епле-ши. || Альш. † Çипирккене хăнтăрсем эп çавăртăм. Нюш-к. Хăнтăр çаврас тесе ака пуçĕпе ана тавра пĕрре акаласа çавăрăнассине калаççĕ.

чечек

оспа. N. Пĕтĕм çемьемĕрпех чечекпе выртрăмăр. Все перехворали оспою. Сборн. по мед. Авал халăха нимĕнле чир те чечек чухлĕ пăсса пĕтермен, нимĕнле чир те ăна ун чухлĕ вĕлермен. N. Тĕлĕкре мăйăр е пăрçа çисен, чечек тухать, теççĕ. (Поверье). К.-Кушки. Чечек; яла лĕкĕр килчĕ ачасен аллисене касма (прививать оспу). Ст. Чек. Чечекĕ сӳне пуçларĕ ĕнтĕ. Оспа стала сходить. || Оспина. О сохр. здор. Кайран пӳр сĕрнĕ вырăна пĕр ик-виç чечек тухать.

хĕрт-сурт

хĕрт-сорт, назв. духа. Моркар. Праздник в честь „Хĕрт-сорт“. У язычников чуваш между другими божествами было божество, наблюдаюшее за домом, которое чуваши называлн „хĕрт-сорт“, что соответствовало русскому „домовой“. „Хĕрт-сорт“, по верованию чуваш, жил в избе на печи. В честь „хĕрт-сорт“ в году раз чуваши делали праздник, о котором я здесь и хочу рассказать. Этот празник делали в ноябре или позже, смотря по удобству. Сваривши полный котел полбенной каши, накладывали часть каши в деревянное блюдо и, сделав ложкой в середине блюда с кашей лунку, клали туда скоромного масла. Потом, обернув блюдо кругом белым чистым полотенцем, ставили на стул перед столом. После этого бралн лепешку, нарочно испеченную для этого случая, одна половина которой была разрисована ложкой, другая гладкая, и, отломив разрисованную половину, клали на стул около блюда с кашей, а другую половину ва стол для еды. Сделав это, накладывали из котла половину оставшейся каши в блюдо и ставили на стол. Потом все вставали на ноги и стояли лицом к растворенной двери. Старик, хозяин дома, брал шапку под мышку и с хлебом в руках, говорил: „Хĕрт-сорт, молимся тебе и приносим пищу, прими ты нашу молитву с благоволением. Храни нас в весь дом ваш от всякого зла, мы молимся тебе, помилуй нас“. После этой молигвы все садились за стол обедать. После обеда блюдо со стула с лепешкой ставили на печь и вокруг блюда ставили ложки, упирая на край блюда. Все это до следующего утра оставалось на печи, а утром кашу согревали и ели с лепешкой. Кроме этого „хĕрт-сорту“ всегда кидали на печь по три маленьких кусочка от каждой приносимой в дом гостинца, только после такого обряда ели гостинцы. При несоблюдении этих обрядов и почттаний „хĕрт-сорт“ сердился на жителей дома и пугал их по ночам. М. Сунч. Чăвашсем: хĕр-суртсăр кил пулмаст, теççĕ. Хĕрт-сурт пулмасан телей те пулмаст, тет. Хĕрт-сурт вăрçа тавраша юратмаст, тет. Хĕрт-сурта пилĕк çулта пĕрре чӳклеççĕ: вара вăл çынна çав каç анчах курăнат, тет. Хĕрт-сурта çур-çĕр тĕлĕнче пăтă пĕçерсе çапла каласа чӳклеççĕ: „Е пĕсмĕлле хĕрт-сурт сана асăвса чӳклетпĕр; кил-йыша çăмăллăхне пар, çукне пур ту. Килтен çиленсе пăрахса ан кай, мĕн панине ил, чӳк, çырлах, амин“. Çапла чӳклесе пĕтерсен, кăмака çине хĕрт-сурт валли кашăкпа пăта ăсса ывăтаççĕ те, вара хăйсем çиеççĕ. Вара çав каç хĕрт-сурт кăмака çинче кĕнчеле арласа ларат, тет. Вăл хăй шур тумтирлĕ, вăрăм çӳçлĕ, тимĕр шăллă, тет. Ир енелле хĕрт-сурт арланине, кĕнчелине хăех илсе каят, тет те, ăçта та пулсан пытарса, вурса, каллех кăмака çине килсе ларат, тет. Ĕçке-çике кайса ӳсрĕлсе килсен, çапла калаççĕ вара: „Тавсе, хĕрт-сурт, ĕçсе ӳсрĕлсе килтĕм, ан çиленех“, теççĕ. Ют ялтан кучченеç парса ярсан, чăн малтан хĕрт-сурт валли кăмака çине хурса ывăтаççĕ. Хĕрт-сурта авал пит хисеплесе пурăннă. Собр. Кирек кам килĕшĕнче те хĕрт-сурт пур, теççĕ. Хĕрт-сурт кăмака хыçĕнче пулсан, килте пурăнас килет, теççĕ; çавăнпа кучченеç илсе килсен, ăна малтан парахса параççĕ. Хĕрт-сурт уйра пулсан, уйра пурăнас килет, теççĕ; çавăнпа тыр вырса тавăрăннă чух, пĕр çурлине тыр кутнех пăрахса хăвараççĕ, унпа хĕрт-сурт вырат, теççĕ. N. Хĕрт-сурт ĕмĕрех кăмака умĕнче пурăнат, тет. Кăçта хĕрт-сурт пур, вăл килте питĕ лайăх, тет. Пурнăç та малалла каят, тет. Килĕшчиккинче вăрçă таврашĕ тухмаст, тет. Пăртак макар-мăкăр тусанах, тарат, тет. Çав хĕрт-сурт писсессĕн вара пурнăç пĕре те малалла каймаст, тет. Хĕрт-сурт ан сивĕнтĕр тесен, кашни ютран кученеç килмессайран пӳртĕн тăват кĕтессине кученеç татса пăрахмалла, тет, тата пăтă пĕçерсе йĕри-тавра кашăк хурса кăмака çине лартмалла, тет, вара хĕрт-сурт иленет, тет. Хĕрт-сурт вăл хăш-пĕр килте кăмака умĕнче ватă карчăк пулса кĕнчеле авăрласа ларат, тет. Çавăн чухне анчах кураççĕ, тет, ăна. N. Ĕне картинче хĕрт-сорт пурăнать, теççĕ. Кăмака çинче хĕрт-сорт амăшĕ пурнать, теççĕ. N. Сурхури çите пуçласассăн, пăтă пĕçĕрсе чăкăтпа картара хĕрт-сорта чӳклеççĕ. Хĕрт-сорта чӳклесессĕн выльăх хунаса каять, теççĕ. N. Хĕрт-сурт арласан кайран алă ĕçĕ ӳсĕнет, теççĕ. N. Кăнчала арланă вăхăтра, как çăвăрма выртнă чух, кăнчалаççия пĕрене çумнелле сĕвентерсе тăратсассăа, хĕрт-сурт арлать, теççĕ. Бгтр. Пĕр хĕр каçпа тола тохнă, тет. Тохна чох, кăмака çинче темскер шорăскер порччĕ, тет, кĕнĕ чох тимĕр йĕкепе пăтьăр! пăтьăрI тутарса кăнчала арласа ларать, тет. Ку хĕр часрах вырăн çине хăпарчĕ, тет те, пĕркенсе выртасшăнччĕ, тет. Çавăн чохне. Хĕрт-сорт йĕкипе вăрăн! тутарчĕ, тет. Йĕки хĕре сорамĕнех (= çурăмнех) тиврĕ, тет те, хĕр макарсах ячĕ, тет. ДФФ. Пирĕн анне ĕçкерен тавăрăнсан, пӳрте кĕрсенех: „Хĕрт сурт, тавăссе, ачам-пăчам, тавăссе!“ тесе чĕнетчĕ. ЧС. Хĕрт-сурт писнĕ, тет, çавна кӳртетпĕр. См. сĕрен. Янтик. Килте-çуртра хĕрт-сурт çук. (Так говорят, когда нет порядка в доме). N. Хĕрт-сурт вăл почти кашни çуртра пулат, теççĕ. Хĕрт-сурт пăттине чӳк илсе килмен çынна çиме юрамаст, теççĕ. Хĕрт-сурт вăл хĕр-арăм, теççĕ, вăл шап-шарă кĕпепе, сурпанпа кăнчала арлат, теççĕ. Хĕрт-сурт кăнчала арлани курăнсан, çурт малалла каят, теççĕ. Ала 66°. Унтан вара картишне тухаççĕ. Картишĕнче туй халăхĕсем çапла юрлаççĕ: „И тав яшкăра çăкăра, и тав ĕçкĕре-çикĕре, эпир те ĕçнĕ-çинĕ вырăнне сĕт кӳлĕ пулса юлтăр-и, эпир те пуснă вырăна хĕрт-сурт та пусса юлтăр-и. С. Алг. Çĕнĕ пӳрт тусан, çын вилсен, çемье чаксан е ӳссен каланă: „Ей турă, лайăх ыр хĕрт-суртăмпала пурăнмалла пултăр, çырлах, амин“. КАЯ. Эй, хĕрт-сурт ашшĕ амăшĕ, сире хĕрт-сурт урлă кĕл тăватпăр. Кăмака çинчи хĕрт-сурт çак ачана чĕртсе çӳремелле тусам. (Из моленья). Б. Олг. Авал той тунă, он чуне каланă: хĕрт-сорт, эс те çырлах, тенĕ. N. Урăх пăта кирлĕ мар ăна, вир пăтти анчах. Пăтă пĕçерсе антарсан, ăна кăмака умĕнче чӳклеççĕ, ак çапла чӳклеççĕ: е, пĕсмĕлле тăватăп, пуççапатăп, çырлах, ырă хĕртĕм суртăм, вырăнлă пул, киле чипер пăхса сыхласа усра, вырăнтан куçса ан çӳре, вырăнла пул, çырлах, сыхла, усра, тесе... Вăл хĕрт-сурт паттине никама та ютсене çитермеççĕ. Вăл хĕрт суртран та пит хăраççĕ. Бугульм. Эпир ларнă вырăна хĕрт-сурт ларса юлтăр-и; эпир пуснă вырăна тивлет пусса юлтăр и... (Благодарственная песня за угощенье). Изван. Çак кинĕн хĕрт-сурчĕ çак киле-çурта килсе вырăн йышăнтăр. (Моленье в „Çĕн çын яшки“). Н. Седяк. Хĕрт-сурт- — вăл çуртри суя турă, покровитель всего дома. Чӳк тунă чух ăна асăнса кăмака çамкине çурта çутаççĕ. Унтан ĕçеççĕ. Хăнаран таврăнсан: „Тавăсе, хĕрт-сурт“, теççĕ. Чуратч. Ц. Пӳртре хĕрт-сурт пурăнать. Пӳрт ашчиккине лайăх усратăр тесе, чăвашсем ăна пăтă чӳклеççĕ. Вĕсем хĕрт-сурта, кăнтарла çынсенчен хăраса пăтă çиме пымасть, теççĕ. Çавăнпа, каç пулсан, пĕр чашăк çине антарса сĕтел çине лартса, унта ярчченех хăвараççĕ. Вара хĕрт-сурт çĕрле пăтă çисе каять, тет. Разум. Хĕрт-сорт — камака хуçи. Кучченеçпе килсен первайхи турамне параççĕ уна. Тав тăваççĕ. Кашнă çын кучченеçпе килсен, ăна первайхи татăкне параççĕ; ун чухне çапла калаççĕ: „Кучченеç килех тăтăр, эпир çиех тăрар“. Çулă пăтă туса, уна кăмака çине параççĕ. Сред. Юм. Хĕрт-сорт тарнă. (Говорят, если в доме нет порядка: не убрано, не поправлено, не чисто и вообше во всем видна оплошность). Ib. Витере танă лаша çилхи моталанса пĕтсен: хĕрт-сорт çивĕтленĕ, теççĕ. Янтик. Ман килте хĕрт-сурт лайăх пурнать пулмалла, выльăхсем пурте тĕрĕс, аван пурнаççĕ. НТЧ. Юсманепе пашалуне вунă-вунпилĕк кашăк хураççĕ, вара хăйсем çывăрма выртаççĕ. Вĕсем хĕрт-сурт хăй йышĕпе çĕрле тăрса çиет, теççĕ. Вăл çĕр вĕсем нăмай лармаççĕ. N. Вара хĕр амăшĕ кучченеçе тата кашни кĕтесе пăрахать: „Хĕрт-сурта, илемне кӳртсе тăракан турра!“ тет. N. Татах салам парат (молодушка) хĕрт-сурта, хăрах урипе чĕркуççипе лара-лара виç хутчен. См. Магн. М. 95, 96, 167.

шор хыç

назв. лугов. Сĕт-к. Сорм-Вар. Пирĕн анкарти хыçĕнче çаравсем пор, вĕсене Шор хыç тиç, унта авал шор полнă, тит.

Шалти Шăмăршă

назв. селения. N. Шалти Шăмăрша тесе хăшĕ-пĕрисем авал Карапай-Шăмăршă ялне каланă (?).

Палан шорĕ

назв. местности. Б. Олг. Палан шорĕ — авал шор, халь типсе ларса, вутă çолаччĕ.

пулса пурăн

быть в качестве (чего). Юрк. Эпĕ халĕ К. ятлă ялта учитĕл пулса пурăнатăп. Ib. Пирĕн чăваш çыннисем тахçан авал хальхи пек тĕттĕм çынсем пулса пурăнман (т. е. такими темными людьми).

пулу

пряник. Вомбу-к. Пулу (авал чăвашла пренĕке çапла каланă). Ib. Ан шарла, ачам, пулу парам, тетчĕç, макăрсан.

аташтар

(адаштар), facere, efficere, ut itinere deerret alqs etc., понуд. форма от аташ. Ст. Чек. Çак йăтта вăрмана исе кай та, аташтарса хăвар. Заведи эту собаку в лес, в такое место, откуда она не могла бы вернуться домой. Сир. 76. Çĕрле çывăрнă çĕрте те ăса тĕлĕк тĕлленсе аташтарать. См. еще прим. в авал. || Aliquem (-quam rem) alium (-ud) esse putare, смешивать с другим, т. е. принимать за другого (-ое). Не суди бедн. Час-часах намăса пĕлмен çынсем, хăйсене чухăн тесе, ыйтса çӳреççĕ. Ун пеккисене те аташтарма юрамасть. Часто люди, не знающие стыда, называют себя бедняками и ходят и собирают (милостыню). Таких не нужно смешивать с другими.

пĕлĕт

(пэ̆лэ̆т, пӧ̌л'ӧ̌т'), небо. Г. А. Отрыв. † Кунĕсем пĕр уяр, кунĕ уяр, уяр пĕлĕт хушшинчен çил вĕрет. N. Хăш чухне пĕлĕте çумăр пĕлĕчĕсем хупласа илеççĕ. Сунт. Пĕлĕтелле пăхса тĕлĕрнĕ. Ст. Чек. Пĕлĕт ĕлĕк çĕртен инçе мар пулнă, пĕри авал аслăк çине хăпарнă та, ача пăхне çăккăрпа шăлса хĕстерсе хунă, вара пĕлĕт вуник сутка мĕкĕрсе хăпарнă, тет. БАБ. Ĕлĕк пĕлĕт пит лутраччĕ, тет: аслăк çӳлĕшĕ анчах пулнă, тет. N. † Çĕнĕ пӳртĕн тĕтĕмне пĕлĕт илет парнене. N. Пĕлĕт таса. Небо чисто. ГТТ. Пĕлĕт çичĕ хутлă, пĕлĕт хуппи уçăлать, кăвак хуппи уçăлать, пĕлĕт тарать; пĕлĕт çийĕ, айĕ, кăвакĕ, тĕттĕмĕ, хура, сарă, сивĕ, ăшă. N. Касăрмара мар, пĕлĕтпе тан сăрт тăринче окопра выртатпăр. N. Пĕлĕт туртса килет. Небо затягивает тонкою пеленою. Ст. Чек. Пĕлĕт çинче пĕр пĕлĕт çук. На небе нет ни облачка. Орау. Пĕлĕт тăрнче (тăрне) шыв та юлмарĕ пуль: çăмăр пит нумай çурĕ. Юрк. Пĕлĕт аякра тĕтрелĕ курăнсан, уяр пулат. Ачач 110. Чечексем нумай çĕре чăсăлса выртать те, кăвак пĕлĕтелле пăхма тапратать. Ал. цв. 3. Унăн витĕр пăхсан, мĕн пур пĕлĕтри илем курăнтăр. Чув. пр. о пог. 166. Пĕлĕт хăймаланать, небо принимает молочный цвет, сметанится (от хăйма — сметана, сливки). Нельзя ли видеть здесь подобие «забеливания» щей молоком или сметаной? || Облако, туча. N. † Тăваткăл шур тутăр вĕçтернĕ чухне, уяр çанталăк пĕлĕт туртрĕ. Чăвашсем 20. Тата телейлĕ çын пĕлĕт (облако) тупат, тет. Вăл пĕлĕт пит выйлă çумăр çуса кайсан тупăнат, тет. Вăл çумăр çунă чух çумăрпа пĕрле ӳкет, тет. Вăл сутĕн (студень) евĕрлĕ çеп-çемçе те, анчах пит шурă пулат, тет. Ăна тупсан вара кĕленче савăт çине ярса усрама кирлĕ, тет, вăл кĕленче çинче, çумăр пуласса сиссен, хăпарса каят, тет, уяр пуласса сиссен, типсе лапчăнса, пĕрĕнсе каят, тет. Çав пĕлĕт тупнă çын, аллисене çав пĕлĕтпе сĕркелесен, вăл çынна вара ĕç патĕнче никам та ĕçлесе çитереймеçт, тĕт: вăл çын ĕçе пит хăвăрт тăвакан пулат, тет. Б. Олг. Пĕлĕт аякран йохсан, сомăр полат. Шел. П. 18. Ӳсет пĕлĕт ӳснĕ пек халь (чит. халĕ) унта вăй-хăват. IЬ. 34. Тĕрĕксемпе малашне пĕлĕт (не пĕлĕш?) пекех ӳсеççĕ. Дик. леб. 40. Хура пĕлĕт хупласа килет. Собр. Çăмăр çусан, каçпала уяртсан, çĕрле уйăх пĕлĕт айĕнче тăрсан, хура шăнасем куç çине ларсан, ыран калах çăмăр пулат, теççĕ. IЬ. Уйăхсам тĕлне пĕлĕт туртсан, пире асăнмасăр ан тăрăр. Нюш-к. Инçетре пĕлĕтсем кăвакарса кайнă. Аслати ăлтать, çиçĕм çиçет. Шăна чир. сар. 17. Апат çиекен пӳлĕмсенче тасатман пулсан, шăнасем яланах пĕлĕчĕпех вĕçсе çӳреççĕ (целыми тучами). СТИК. Пĕлĕтсем ĕне чĕлхи пек пулчĕç. Облака расположились узкими полосами, оставляя промеж себя синие полосы чистого пространства. Изамб. Т. Хĕвел тухăçĕ хĕрелсе пĕлĕте ларсан, çумăр пулат. IЬ. Эпир кĕтме тухас каç (каçпала) пĕлĕт хупласа илчĕ. IЬ. Ав пĕлĕт хăпарат. IЬ. Пĕлĕт шăват (двигается); пĕлĕт хăпарат (поднимается); пĕлĕт туртат (близко к дождю). IЬ. Пĕлĕт çинелле пăха пуçларăмăр. Шел. 72. Хурт-хăмăрсем... çӳçе кăчăкисене пĕлĕт пек сырса илсе... сĕрлеме... тытăннă. Шурăм-п. Кĕвенте çăлтăр патĕнчен пĕр пĕлĕт татки иртсе кайнине астăвса пыратăп. IЬ. Иртнĕ каç ала-çăлтăра пĕлĕт пусса илчĕ. N. Пĕлĕт çинче хура пĕлĕтсем юхатчĕç (шăватчĕç). По небу неслись тучи. ЧС. Вара пĕр çумăр пĕлĕчĕ тухрĕ. Ст. Арабоси. Пĕлĕтсем анчĕç. Нависли облака. Альш. Пĕлĕт чупат. Облака несутся. Ст. Шаймурз. Хĕрарăм патша, пыра-пыра, икĕ пĕлĕт хушшине пырат, тет. Чув. пр. о пог. 2. Хĕвел пĕлĕте ларсан, пĕлĕтлĕ пулать, çанталăк йĕпене каять, çăмăр пулать. Если солнце садится в тучу — будет облачно, погода к ненастью, будет дождь. IЬ. 167. Пĕлĕт каркаланать, облака связываются. Пĕлĕт ярăмланать. Небо делается полосатьм. Пĕлĕт ярăмланать — означает также полосы дождя, видные на горизонте. Сущ. названия сложн.: çӳхе ярăмлă — перисто-полосатые; сайра ярăмлă — перисто-кучевые облака, расположенные рядами. IЬ. Ярапаллă пĕлĕт, облако бахромою; особый вид перистых облаков, образующийся при восходе и закате солнца. При этом наблюдается следующее: при закате облака образуются на западе, идут от солнца, образуя длинные, загнутые на конце ветви, при восходе вместо этого они образуются на востоке или юге; бывают алые. Обыкновенно бывают эти облака в сухое и тихое время. Если при восходе они очень красны — к дождю. После восхода они пропадают. IЬ. Вĕçкĕн пĕлĕт, щеголеватое облако. IЬ. Кăтра пĕлĕт, кудрявое облако. IЬ. Сайра пĕлĕт, редкие облака, отдельными клочками. IЬ. Çăмăр пĕлĕт(ĕ), туча, дождевое облако. IЬ. Тикĕс пĕлĕт, плоское облако. IЬ. Типĕ пĕлĕт, сухое, бездождное. IЬ. Хытă мар пĕлĕт, пушистое, размытое облако. IЬ. Хулăн пĕлĕт, тачка пĕлĕт, толстое облако. IЬ. 168. Сурăх çу пек пĕлĕт, как баранье сало (на щах), мелкие высокие кучевые облака — к вёдру. IЬ. Кăпăш пĕлĕт, рыхлое облако, как вата, с нерезкими очертаниями (противоположно хытă). IЬ. Хурт карасĕ пек пĕлет, как пчелиные соты, появляются перед обедом. Если из них образуются синие облака, не особенно толстые — к дождю, а если пропадают — к вёдру. IЬ. 166. Çӳхе пĕлĕт, тонкие облака, сквозь них видно голубое небо; бывают различной формы; кажется, перистые облака. IЬ. 3. Хĕвел хулăн пĕлĕте ларсан, тепĕр куннех çăмăр пулать. ТХКА 11. Савăт хашлат, труписенчен кăвар, тĕтĕм тухса, кăвак пĕлĕтпе хутшăнать. Савăт тĕтĕмĕ кăвак пĕлĕтпе тĕнчене сарăлать. Ачач 71. Çӳлти, çич хут пĕлĕт тăрринчи илемлĕ рай. N. Паян кунĕпех пĕлĕтсем юхаççĕ. Сред. Юм. Çăмăр çуса чарăнсан, çăмăр пĕлĕтне: карланса кайрĕ, теççĕ. IЬ. Пĕлĕтрен çăмăр ярăмланса çуни корăнсан калаççĕ: пĕлĕт ярăмлана пуçланă. (Указывает на падение дождя в одном месте, как оно представляется на далеком расстоянии). Сред. Юм. Пĕлĕт таткаланса карĕ. (Çăмăр çуса чарăнсан, уçă вырансем курăна пуçласан калаççĕ). СТИК. Хĕвел анăçĕнче каçалапа пĕлĕтсем ярăм-ярăм тăраççĕ; е çумăр пĕлĕчĕ тăсăм-тăсăм тăрать — çавна: пĕлĕт ярăмланчĕ, теççĕ. N. Пĕлĕт пусса илет. Надвигается облако. Турх. Пĕлĕт также означает губку: пĕлĕт татăлса ӳкет!

пĕтерсе пыр

уничтожать. Юрк. Ун пек çырулă чулсем авал пит нумай пулнă пулас, анчах пыра-киле вĕсене пит пĕтерсе пынă: ăçта çунтарса вĕсенчен исвĕссем, алепастăрсем тунă...

прене

то же, что пĕрене, бревно. СТИК. Ĕлĕк, асаттесем каланă сăмахпа... тырă час пулман, тет. Халĕ тырă вырма Петравках тухаççĕ, ĕлĕк, Ĕлен кун иртсен тин. Тырă вырасси пĕр икĕ уйăха яхăн пыратчĕ, тет. Тырă ан тăкăнса пĕттĕр, тесе, ăна прене кустарса хăма пек вырттарса тухатчĕç, тет. Вара хутте хĕл лараччен выр. Авал ахаль те кĕлтене çунапа турттаратчĕç, тет.

авал

(авал), a v. arab. [араб сăмахĕ], primus, от араб. ӓӳӳӓл, первый. Antiquitus, quondam, olim, superioribus temporibus, в старину, в старое время, некогда, давно. Т.-И.-Шем. Унтан хĕрĕ те, упăшкине ятран каласа, тав туса ĕçтерет. Арăмĕ тата хăюсăр пулать, нимĕнпе те каласшăн пулмасть. Ăна вара пурте тытăнса ирĕксĕрлесех калаттараççĕ. Апла та каламасан, упăшки ăна (авал) вăрмана илсе кайса, аташтарса, хăй ятне каласа кăшкăрттарнă. Потом и невеста называет жениха по имени и подает ему пива, приветствуя его. Невеста бывает еще более нерешительна, и никак не хочет назвать имени своего мужа. Тогда все, сообща, заставляют ее сделать это принудительно. Если и при этом она все-таки отказывается выполнить этот обряд, то (в старое время) муж заводил ее в лес, в такое место, чтобы она заблудилась и не нашла дороги, и таким образом заставлял ее невольно крикнуть себя по имени.

авалах

(авалах), eadem vox, cum part, affirm. -ах cоniuncta, авал, усиленное част. -ах. КС. Вăсем авалах пуян пурăннă. Они издавна жили богато. Ib. Пирĕн мăн-асаттесем çак: вырăна авалах вырнаççа ларнă. Наши прадеды еще встарь поселились здесь.

авал чух

[авал ц̚’ух ( — ч̚’ух, — ч̚’ох)], i. q. авал, то же, что иавал“.

авалхи

(авалhи); antiquus, vetus, vetustus, древний, старинный, стародавний. Ядр. Авалхи чăвашсен йăли, обычаи древних чуваш. Т.-И.-Шем. Карташне кĕрсен, мăн-кĕрӳ калат: „Эй, хăтасем! Авалхи йăлана пăрахмастăр-и? çĕнĕрен йăла кăлармастăр-и?“ тет. Войдя во двор, дружка говорит: „Сваты! Не оставляете-ли вы старинных обычаев и не выдумываете-ли новых?“ Такмак. Эпир авалхи йăлапа çӳретпĕр. Мы соблюдаем старинный обычай. С. Тимер. † Авалхи те тенкĕ, кив тенкĕ, хураймарăм енчек тĕпнелле. Не сумел я запрятать поглубже в кошелек старую, старинаую серебряную монету. Сред. Юм. Авалхи пилĕк пус, старинные медные деньги в пять коп, которые теперь ценятся в полторы коп. Альш. Петренкке вăл чăваш пулнă, тет, — кăнла-кушкисем, теççĕ. Ăна авалхисем питĕ асăнатьчĕç, тет, хамăр пек çынччĕ, тесе. Говорят, что Петренкке был чувашив, из с. Кошекна-Кильне. Старые люди, будто бы, часто вспоминали о нем и говорили, что он был такой же (простой) человек, как они сами. Елховоозер. Пысăк тĕме. Вăл тĕмене улăп çăпати тĕпĕнчен хăпса пулнă, теççĕ; тата хăшĕ авалхи çынсем вăрăсенчен хăраса пичĕкесемпе укçа алтса пытарнă, теççĕ. Большой бугор. Говорят, что этот бугор образовался от земли, отставшей от подошв лаптей великана (см. улăп); а некоторые утверждают, что старинные люди зарывали там в бочках золото, боясь воров. Ib. Унта хурăнсем пит нумай пулнă, тата ĕлĕк унта авалхисем чӳк тунă. Там было очень много берез, а кроме того, старинные люди прежде совершали там жертвоприношения. Собран. 168°. † Эпир килетпĕр çак киле авалхи хурăнташше шыраса. Мы приезжаем в этот дом, разыскивая свою старинную родню. Сред. Юм. Виç авалхи укçа пулсан, çын пуять, теççĕ. Если у кого-нибудь будет три старинных монеты, то он разбогатеет.

вăрăм алка

(вы̆ры̆м алга), ornamentum pectoris, olim a feminis gestari solitum, quod e duabus constabat partibus, quarum altera in pectore, altera in dorso pendebat atque ei erat simile, quod iam supra (v. aлка) descripsimus. Idem in Имен. вăрăм сăрка alio nomine appellatur. Ст. Чек. 'Вăрăм алка'. Шăрçапа, укçапа чĕнтĕрлесе тунă авал. Кăкăр çинче укçи виç ĕрет, çип çине тирнĕ, т. е. делали в старину из бус и монет. На груди было три ряда монет, нанизанных на нитки. По средине убора было отверстие, в которое просовывалась голова (тăхăнмалли шатăкĕ); часть убора, спускавшаяся на спину, имела форму трехугольника и свешивалась до поясянцы (хӳри, пилĕк таран), передняя — покрывает всю грудь (умĕ пĕтем кăкăр çине выртнă). Узкие перемычки, соединявшие заднюю и нагрудную части убора, состояли из крупных бус и прикреплялись крючками к подбороднику хушпу (шултăра шăрçа, ăна çеклипе хушпу антăрлăхĕнчен çакса янă). Денег иногда навешивалось до 10 руб. (10 тенкĕ таранччен çакнă): в нижнем ряду были крупные монеты, а выше — более мелкие (аялти йĕркере шултăрисем пулнă, çӳлелле — вакăрахсем). Задняя часть убора, как это видно на схемат. рисунке, была унизана мелкими бусами (вак шăрçа).

аппалан

(аппалан), in re futili et frivola occupatum esse; laborare; operam frustra conterere, saxum sarrire. Заниматься пустяками; возиться (валандаться) над чем-либо; утруждать себя чем-либо, иногда неважным. Может быть, произведено от слова „аппа“ таким же образом, как мы это видим в словах: анналанса çӳрет, майккаланса çӳрет (ведет себя как Анна, как Марья). Чирич-к. Цив. Çапла аппаланса вара каç та пулать. Таким образом в этом валанданьи (проходит день и наступает) вечер. СТИК. Ан аппаланса тăр ĕнтĕ, часрах кил. Нечего заниматься пустяками, иди сюда скорее! Якей. Çав кĕт ĕçпех аппаланса кон иртерч. С таким пустяковым (= небольшим) делом провозился весь день. Ib. Çырмара чол кăларма хăтланса виçĕ кон аппалантăмăр. Вытаскивая камень, мы провозились в овраге три дня. Ib. Тем чол аппалансан та, эс ним те тăвас çок. Сколько ты ни провозишься, а все-таки ничего не сделаешь. Ib. Вăл осал ача-пăчапа аппаланас килмеçт. Не хочется возиться (тратить время) с этими негодными детьми. Беседа чув. 6. Кирлĕ-хирлĕмарпа аппаланман. Пустыми делами (пустяками, чем не надо) он не занимался. Аттик. Çапах вĕсем хăйсем, авал киремете пуççапса пурăннă çынсем пек, тĕрлĕ япаласене чӳклесе, пуççапса аппаланса пурăнаççĕ. Однако они, подобно старинным поклонникам киремети, занимаются пустяками, покдоняясь и принося жертвы различным божествам (или: духам). Н. Карм. Мĕн аппаланса ларатăн? Что ты сидишь и занимаешься ерундой? ЧС. Атте лупас айĕнче вилнĕ лаша патĕнче темĕн аппаланса тăрат. Отец что-то возится под сăраем около павшей лошади. Шурм., № 26. Каллах кăмака умĕнче апплана пуçларĕ. (Она) опять стала (над чем-то) возиться у печки, т. е. что-то делать, напр. стряпать. Изамб. Т. Мĕн эсир шыв хĕрринче аппаланатăр? Что это вы возитесь (т. е. делаете) на берегу? или: чем это вы занимаетесь на берегу? Сред. Юм. Аппаланас пõлать ĕнтĕ, мĕн тăвас тен! Что делать, приходится (или: придется) возиться с этим делом! т. е. заняться им. Орау. Нумайччен аппаланса тăтăм шывра. Долго возился я в воде. Çĕн-Кипек. Çапла аппалансан-аппалансан вăпăрĕ уйăхне çитсе тытать те: „Сана çырăм ĕнтĕ“, тит вара. Провозившись таким образом некоторое время, „вăпăр“ настигает и схватывает месяц, и говорит: „Ну, теперь я тебя съел“. (Игра).

Карачура

(-џ̌ура), назв. двух деревень: Пысăк-Карачура (Верхние Карачуры) и Пĕчĕк-Карачура (Нижние Карачуры), Вурнарского р. Ярмушка-к. Шупашкар пенчи Карачураран Елменсем ĕлĕк-авал ывăл ача усрама илсе килнĕ, тет. Уна çитĕнтерсе, авлантарса, вара вăрман варне, (= варрине) пĕр пысăк ĕшнене, уйăрса кăларса лартнă, хальхи Пысăк-Карачура вырăнне. || N. Карачора, назв. дер. Чебокс. р.

карăшлăх

(кары̆шлы̆х), назв. местности Татаркас. р. Хорачка. Карăшлăхра авал ĕмпӳ порăннă; онта крепĕç пор, теччĕ. Крепĕç карта вырăньă пор, теччĕ, лакçăк (рвы).

Кармал

(кармал), имя человека. Орау. || Назв. ряда селений: Вырас Кармалĕ, назв. сел. Кармаели, б. Косяковской вол., Свияжского у.; Кив-Кармал, назв. сел. Канаш. р.; Чăваш Кармалĕ; назв. с. Шутнерева, Урмар. р. Ск. и пред. 13. Ĕлĕк авал вăрманта пулнă Кармал ятлă ял. || Назв. местности. Орау. || Назв. луга. Икково. Кармал — çаран ячĕ.|| Назв. ручья в глубоком овраге, притока Мал. Цивиля слева.

каталăх

каталлăх, кустарник, колок. Альш. Сурăх каççи урлă каçсанах, вĕт каталăх пур, çаранлăх: Пайпулат çаранĕ тенĕ. Бел. Çав пилĕк çухрăм хушши ĕлĕк-авал сĕм-вăрман пулнă, анчах тĕл-тĕл çарарах каталлăх вырăнсем пулнине те калаççĕ.

кун-çул

жизнь; житье. N. Эпĕ пурăнас кун-çул мĕн чухлĕ-ши? Якейк. Вăл никама та кон-çол кăтартмасть (притесняет, не дает житья). N. Çав каçхине тĕлĕк курни пурте унăн кунĕ-çулĕ çинчен пулат, теççĕ. Ир. Сывл. 5. Авал кун-çул курнине çавах усрарĕ чĕринче. Кан. 1927, № 241. Хĕрарăм мана кун-çул парасшăн йĕнĕ, тет. Четырлы. Криçчянсен çăкăри, кунĕ-çулĕ — лаши, мĕшĕн тесен крисчянсем çăкăра лашипе ĕçлесе туса çиеççĕ, кун-çул кураççĕ. Ib. Кунне-çулне хăйсен нуши çинчен шухăшласа иртереççĕ. Орау. Вăл хăй кунне-çулне чипер пурăнсах ирттеримарĕ-çке (жил неладно), апăшша. О сохр. здор. Пурăнан кунĕ-çулĕсене (свою жизнь) ĕçлемесĕрех ирттерсе яраççĕ (больные).

ăнла

понимать. Хыпар № 12, 1906. Вĕреннĕ çын вăрçăра та çĕнтерет, ĕçе те ăнласа ĕçлет. Образованный человек и на войне побеждает, и работу с разумом выполняет. Ист. церкви. Вăл юрăсенчи сăмахсене авал эврейсем пурнетех ăнлайман. Слова этих песен в древности евреи не все понимали. N. Ăнласа илтĕм, понял. Итлесе тăрсан-тăрсан, ăнласа илтĕм. Послушав, я понял. Орау. Ачасем ăнламаллараххине ачасене вуласа кăтарт. Прочитай детям то, что для них более понятно. Юрк. Леш (зем. нач.), тутарла пĕлменскер, ку мĕн калаçнине пĕр сăмах та ăнламасăр юлат. Тот (зем. нач.) не знавший по-татарски, из того, что он говорил, ничего не понял. Ст. Чек. Ăнласа ил те, чăмласа çи. Пойми и разжуй (раскуси). N. Ăнласа илни. Понимание.

ĕлĕк-авал

в стародавнее время. Хурамал. Ĕлĕк-авал чух, мăкшă кăвакал чух, пĕр салтак 25 çул хĕсмет тунă, тет. В стародавнее время, когда мордва были утками, один солдат 25 лет прослужил на службе. Ала 80. Ĕлĕк-авал тахçанах, халĕ пулмасть нумаях, пурăннă, тет, пĕр карчăкпа старик.

Ĕне-Çавалĕ

(с'авал'э̆), приток М. Цивиля. Вместе с Шурă-Хăйăрлă образует в Кирском лесничестве Мал. Цивиль (Çавал).

Яппар

(jаппар), личн. яз. имя мужч. Иревли. || N. Яппар — арăш-пирĕш çын, ни унталла, ни кунталла шухăшлат, калаçа-кула пĕлмест, çын ăçта, вăл та унта шухăшлат; каласан, çиленет; тĕллĕ-ĕретлĕ çиленме пĕлмест. Пирĕн авал çавăн пек арăш-пирĕш çын Яппар пулнă. Çавăн ячĕпе арăш-пирĕш çынсене пурне те калаççĕ. Эй, Яппар! теççĕ ăна. Яппарĕ вăл арăш-пирĕш пулнă; хĕрĕсене качча панă чухне хирсем парса пĕтернĕ. Хирĕ пит пысăк пулнă. Пирĕн яла çавăнпа хир пит сахал пулнă; ытти ялсене тивнĕ.

е

межд. соответств. русскому ну. Ст. Чек. Е, атя ĕнтĕ. Ну, идем! С. Тим. Е, ларăр ĕнтĕ. Ну, садитесь. Шел. 106. Е, чей ĕçме лар? Т. VI. Юрлаканнисем: çитĕ ĕнте, тăрăрах, тăрăрах, сире выртасси! теççĕ. Пуçсапаканнисем калаççĕ: е, сирĕншĕн выртăпăр, авал хур пиçиччен выртнă, теççĕ. Ст. Шаймурз. Хĕр-арăм патша калать: е, мана аçи кирлĕ мар-ха, тет. Ст. Чек. Е (протяжно), аллине касни качча каяччен тӳрленĕ-ха. (В большинстве случаев говорят детям; самый тон произношения междометия указывает на то, что на случившееся не стоит обращать внимания). . Е, хăй те пырĕ-ха! Ну, он сам придет!

Йытă

(jыды̆), то же, что йыт. См. йăтă. Юрк. † Çĕтĕк кĕрĕкĕ татăкĕ йытă вĕрнипе çурăлат. Орау. Йытта ан йĕкĕлте (= ан çĕтĕлтер). Не дразни собаку. Сред. Юм. Эс те учитĕле тохсан, луччĕ йытта сăмсана касса парам! (Так говорят, когда уверенно знают, что собеседник не может быть учителем). IЬ. Пуçа йытта хывнă та, ĕç хушсан, та ĕçлемес. (Ссылается на болезнь, притворяется и не делает того, что ему велят). Б. 13. Йыттăн хӳри кукăр, ăна шанма çук. (Послов.). . Йытă мăнтăр та, çиме юрамасть. (Послов.). КАХ. Çырлах, аслă кĕлĕ! Кама тимен, ху валеççе пар. Ачăна-пăчăна чар, йыттусене пирĕн выльăхсем патне ан яр. (Моление киремети Питтури в «тайăн сăра»). Б. Тимĕр йыттăн сӳс хӳре. (Загадка: иголка с ниткой). Т. М. Матв. Йытă аллипе ĕçлетĕн. Работаешь спустя рукава. Сказки и пред. чув. 14. Йытă урипе утиччен, сивĕре шăнса çӳриччен, лаша кӳлсе ларас та, ним хуйхи те пулас мар. Чăв. й. пур. 7°. Çыраканнине сĕтĕрсе килес те, йытта хĕненĕ пек (как собаку) хĕнес! Орау. Йытă пек япăлтатса çӳрет. СПВВ. Х. Йытă хăй хӳри çине сысмасть, теççĕ. (Послов.). Нюш-к. Ĕлĕк авал турă, этеме ыраш панă чух: ыраш кирлĕ-и сана? тесе, ыйтать. Çын: кирлĕ мар, тет. Ыраш тĕпĕнченех пучахлă пулнă; ыраш пучаххи çурри анчах юлать. Тепре ыйтать. Çын ун чухне те: кирлĕ мар, тет. Çавăн пек темиçе хутчен ыйтса та, çын: кирлĕ марах, тесе пырать. Ыйтмассайран ыраш пучаххи кĕскелсе пырать. Турă юлашкинчен ыйтсассăн, çын: кирлĕ мар темелле-ччĕ, тет, анчах йытă: хам-хам! тесе янă та, çавăнпа халĕ пирĕн ыраш юлнă. Йытă лайăх мар вăл, тесен, йытă усракансем çак сăмахсене каласа кăтартаççĕ. Собр. Йытă шуйттана сиссе (чуя) çĕрле вĕрет, теççĕ. Т. Григорьева. Килте йытă пăтратманне ялта яшка пĕçернĕ, теççĕ. Дома не умел замесить собаке, а в деревне сварил похлебку. (Послов.). N. Эсĕ йытă! терĕм. N. Конта йытă пуç те полĕ! Здесь, чай, чорт знает что есть! Сред. Юм. Йытă самăр та, пусма юрамасть. Хоть собака и жирна, но на закол не годится. Собр. 74°. Йытă, тесен — çăмĕ çук; этем тесен — сăнĕ çук. (Послов.) Ала 91. Çакă кĕçĕн тăванĕ (брат) мĕн курман вăл! Вăл курнине ялти йытă та ан куртăр (того, что он перенес, не дай бог испытать деревенской собаке). . 31. † Пире: салтак кай (= салтака кайĕ), тесе, ялти йытă каламан пуль; çын та сисмер — кайрăмăр. Т. М. Матв. Эй, алли-урине йытта касса пама! Юрк. Йытă хĕлле, сив вăхăтра, питĕ хытă шăнса: эх, кунтан ăшă пулсан (= çăва тухсан), çула, шăрăх вăхăтра, шăмăсем тултса, пӳрт тăвăттăм (шăмăран пӳрт тăвăттăм), тесе, калать, тет. Изамб. Т. Халь уччиччĕлсем нумай: йыт кутне тапсан, уччиччĕле тивет (т. е. учителями хоть пруд пруди). N. Йытă выртман вырăнта выртăрăмăр пулĕ (валялись везде, где попало). N. † Йытă çăварне аш кĕрсен, хăçан каялла тухни пур? (Солд. п.). Орл. II 235. Хура йытти çакăнса тăрать хĕрлĕ йытти ăнах (на нее же) вĕрет. (Хуран вут çинче). Сред. Юм. Йытă хăй хӳри çине сысмас. Никто сам себя не хает. (Буквальный перевод: «собака на свой хвост не испражняется)». Чăв. й. пур. Хăне те (его), йытă вилли пек, çĕре тирпейсĕр чикнĕ (опившегося зарыли без отпевания). || Неблагодарный. || Пес (брань). Сказки и пред. чув. 47. Эрехне таçта хăй пытарчĕ те, пирĕн çине калать тата, йытă! СТИК. Çав Ваççа йыттиех (ce chien de Vassia) тунă пулĕ. Вероятно, это напроказил мерзавец (пёс) Вася.

юмах

йомах, сказка. Шибач. Йомах йоплĕ, хӳри коккăр (= каласа кăтартас килмес). Курм. Йомах леш енне, эп ку енне. (Так заканчивают сказку). Тогаево. Порте çывракансем сиксе тăчĕç те, илтлеме пуçларĕç, вара çав çĕр çĕрĕпех йомах ячĕç. Панклеи. Йомах йоман тăрне, хам хыр тăрне. (Заключение сказки). IЬ. Йомах каяла, хам малала (то же). IЬ. Йомах Йоман тăрне, хам çăка тăрне (то же). N. Юмах юман тăринче, хам çăка тăринче. Бел. Авал пулни — хальхи юмах? IЬ. Авалхи (ĕлĕкхи) пурнăç — хальхи юмах? Яргейк. Юмах ярса кăтартăр-ха мана! Скажите-ка мне сказку! Никит. Икĕ çăмха йомах(х)и. Сказка про два клубка. Сёт-к. Йомахрилла поль. Наверное, как в сказке. Синерь. Юмах юман урлă, эпĕ пилеш урлă. (Конец сказки). || Загадка. СТИК. Юмах (загадка) юпа тăрринче, халап (сказка) хапха тăрринче (говорят тому, кто просит сказать сказку). М. Яуши. Тупма(л)ли юмахсем. Загадки. Пус. Юмах ярăп, пĕлмесен, калăп (Çăпата). || Притча. Урож. год. Урттеми юмах çапать (сказывает притчу, делает намек). || Рассказ. Шурăм-п. № 16. Çисе ларнă хушăра пирĕн Тир Йăванĕ юмах çапа пуçларĕ: эпĕ çăрккаç арçури куртăм. В. Олг. Ку йомаха (рассказ) ярас полсан, ыранччен ярса пĕтерес çок. Если говорить об этом, то и до завтра не кончишь. || Разговор. Хĕвел, № 1. Тĕлĕнмелле — таçтан юмах (слова, разговоры) тухать (у них). Тогаево. Ко арăм, нимскер тума аптраса, çынсен йомаххисемпе йомăçа кайма тытăннă, тет. Ала 15. Ир тăрсассăн, икĕш каяллах юмаха кайнă (вступили в разговор).

юпа

йопа, (jуба, jоба) столб. СТИК. Çак юпана вайкăнтар-ха. Свали-ка этот столб. Изамб. Т. Йăлт çунса кайнă, юпи те юлман. Каша. † Ылттăн юпа пулăттăм, вăйă варринчен тухмăттăм. Чув. прим. о пог. 48. Хĕвел юпа пек тухсан, çăмăр пулать (хĕлле сивĕ). Если солнце восходит столбом, будет дождь (зимою – мороз). Персирл. Тĕлекрам(-грам) йопи, тĕлеххон йопи. Пазух. Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? N. Вăл (моя невеста) вилсен, каллех шăннă юпа пек тăрса юлтăм. Юрк. Хапхаран кĕрсен (по возвращении с кладбища), урапа çинчен ансан, хапха хыçĕнчи юпа йĕри-тавра виçĕ хут çаврăнаççĕ. Сред. Юм. Чохăн çол çинчи правăка юпаран юпана (от столба к столбу) лектерсе пыраççĕ. || Столб, изображающий собою покойника. См. К. Прокоп., Похороны и поминки у чув. Макка 231. Чăн пирвай вĕсем юпа касма каяççĕ. Вил. йăл. Выльăх пуснă вăхăтрах юпа тума тытăнаççĕ. Юпине хырăран тăваççĕ. Авалхи чăвашсем чултан, тăваткал касса, тунă. Халĕ те хăшĕ чултан тăваççĕ. Чулне, хуларан илсе килçе, малтанах хатĕрлесе хураççĕ. Юпине çын евĕрлĕ тăваççĕ: сăмсине тăваççĕ, çăварне. Юпине непременно кутăн тăваççĕ. Макка 191. Унтан, масар çине çитсен, юпине лартсассăн, ун çине пĕр укçа çапса кӳртеççĕ, унтан тата ун çине пĕр çурта çутса лартаççĕ. Çав çапса кӳртнĕ укçине: кун çути пулать; çав укçа çуттипе вилнĕ çын леш тĕнчере çӳрет, теççĕ. Вил. йăл. Юпа çинче лармалли каç. N. Юпа çинче ларнă чух никама та йĕме хушмаççĕ. Тăванĕсем йĕнине курсан, вилнĕ çын та йĕрет, тет. Макка 212 и 215°. Унтан вара каçпа юпине хускатаççĕ; юпа хускатнă чухне купăс каласçĕ, юрлаççĕ, макăракан та пур, пурте пур. Унта тата ташлаççĕ, ташлакан çынни витрене укçа ярать, вăл укçи мĕн чӳлĕ пухăнать, пурте купăççа пулать. Çапла юпине те иртерсе яраççĕ. . 190°. Юпа, тесе, ак мĕне калаççĕ: йăвăçран этем манирлĕ тăваççĕ те, ăна вăрмантан вара исе килеççĕ; çавна, масар çине кайсан, лартса хăвараççĕ. || Поминки. Чхĕйп. Авал вилнĕ çына (sic!) юпа акă мĕле (sic!) тунă: вăлсам уна улт эрнерен тума пĕлмен, çимĕкре тунă, кĕркуне (sic!) тунă, тата çăварнира тунă. Ст. Чек. Юпи иртсен, ултă кунтан, ăрăтнипеле пухăнса, каçалапа хутăштараççĕ, пурне те ĕлĕк вилекен çынсене те пĕрле, çурта çутса, хутăштараççĕ. (На осенних поминках). Макка 190. Унтан вара, юпине çитиччен, кашни-эрне каç хываççĕ. . 192°. Унтан вара çутăлас еннеле (sic!) юпа иртерме каяççĕ. . 214°. Çулталăк иртсен, унăн юпине тăваççĕ. N. Унтан тата тăххăрĕмĕш, çирĕмĕш, хĕрĕхмĕш кунне. Татах çав кунсенче юпа тăваççĕ С. Йопи çинче пусни (на поминках). Беседы на м. г. Çын вилсен-тусан, пумилккине (юпине) чăвашла ирттерсе, вилнĕ çын чунне хуйхăрмалла тăваççĕ: пумилккере, купăс-кĕсле е шăпăр, сăрнай-мĕн каласа, ташлаççĕ, сикеççĕ; юрлаççĕ-кулаççĕ, шăнкравсем çакса, купăспа, сăрапа масар çине лашапа кайса, йĕркерен тухаççĕ: вут чĕртсе, ташласа, юрласа, ашкăнаççĕ; сăра чĕрессисене, куркисене, çапа-çапа çĕмĕрсе, масар çине пăрахса хăварса тавăрăнаççĕ. М. Сунчел. Çиччĕшне туса иртерсессĕн, хĕрĕх кун иртсен, хĕрĕх пĕрмĕш кун каçхине, асăнса, юпа тăваççĕ. Каçпала юпа тума выльăхсем пусса, çимĕççем пĕçерсе хураççĕ; пуянтараххи прик (= пĕр-ик) витре эрех илсе, хатĕрлесе хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, вăрмана юпа касма каяççĕ. Малтан унта кайма сăрасем, эрехсем, хывма куймаксем хатĕрлесе хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, лаша кӳлсе, шăнкрав çакаççĕ те, вăрмана юпа касма каяççĕ. Вĕсен хыçĕнчен пĕри юналутпа купăс каласа пырат. Вĕсем унта кайнă чухне çапла юрласа каяççĕ:\nХура пĕлĕт юха-çке,\nПирĕн ĕмĕр ирте-çке;\nХура пĕлĕт юхнă чух,\nХăçан çăмăр çуманни пур?\nПĕр вилнĕ çын юпа тунипе\nХăçан чĕрĕлни пур?\nВĕсем тата нуммай юрлаççĕ, анчах эпĕ пурне те пĕлместĕп. Вăсем, вăрмана çитсен, лашисене тăвараççĕ, вара вут чĕртсе яраççĕ те, вут кутне куймаксене, сăрисене, эрехсене вут кутне лартаççĕ. Вара, пĕр çăка касса илсе, пĕр вĕçне шӳретсе, çĕре çапса лартаççĕ, пĕр пуçне икĕ пуслăх укçа çурса хураççĕ. Тата: вилнĕ çынна çиме, тесе, тенкелсем, сĕтелсем, кĕперсем тăва-тăва хураççĕ. Вучĕ йĕри-тавра юрласа, купăс каласа, ташласа çаврăнаççĕ. Виçĕ хут вут йĕри-тавра ташласа, юрласа çаврăнсан, хываççĕ те, киле таврăнаççĕ. Киле таврăнсанах, сасă кăлармасăр ĕçме-çиме пуçламаççĕ. Пирвой виççĕн е тăваттăн, шыв хĕрне кайса, пĕшкĕнсе лараççĕ те, çапла каласа юрлаççĕ:\nХура чĕкеç чĕкĕлтетсе килет,\nПирĕн (вил. ят.) килет вăхăчĕпе.\nÇула пулмасăр нихçан та чĕкеç килмест,\nВăхăт çитмесĕр никам та вилмест. \nСасă кăларса килсен, пӳртрисем: ăçта кайрăр? тесе, ытаççĕ. Сасă кăларакансем калаççĕ: (вилнĕ çын ятне) чĕнме кайрăмăр, теççĕ. Çапла калаççан-тусан, юпана пуçласа яраççĕ. Вара çĕрĕпех ташласа юрласа ирттереççĕ. Çутăлсан, шыв хĕрне кайса, хывса килеççĕ; унта илсе кайнă савăтсене пĕрне те каялла илсе килмеççĕ, çавăлтех салатса хăвараççĕ. Чăвашсем юпана çапла ирттерсе яраççĕ вара. . Çав çын вăл каç çавсен юпине ирттерет иккен. Он делал в тот вечер по них поминки. . Пăртак хыврĕç те, юпа халăхсем Раман пичче патне кĕрсе кайрĕç. Шел. 22. Юр юрласа, ташласа, тăваччĕçĕ юпасем. В. Олг. Ашшĕ каласа хăварса улне: мана, тет, йопа çине лаша парăр, тет. Изванк. Аннене пытарса килсен, тепĕр кунчех каçхине (пумилккине) юпине иртерчĕç. Ун чух иртермен пулсан, ĕç пĕтмесĕр те иртерес мар тет-чĕç; тата унччен тиркесси, терĕç. Çын вилсен, юпине иртермесĕр ни кĕпе-йĕм, ни тăла тавраш çумаççĕ, ни кăмака шăлмаççĕ. Ват çын вилсен, кирек хăçан та майлă пулсан, тиркемесĕр хăвармаççĕ. Ача-пăча вилсен, аплах тиркемеççĕ, çинчех юпине иртереççĕ. Пирĕн патри çынсем, ват çын вилсен, вăл çамăрăк (sic!) мар, çавăнпа тиркес пулат, теççĕ. Çапла тиркенине вăсем вилнĕ çынна хĕсепленĕ (= хисепленĕ) вырăнне хураççĕ. Чертаг. Йȏпа — поминки (улт эрнерен). || Брань. Хорачка. Изамб. Т. Мĕн юпа пек тăратăн? Что ты стоишь как столб? (То же выраж. и у КС.). || Кол. В. Олг. Тораево. Тата амăшĕ икерчĕ пĕçерчĕ, тет те, карта юписем çине тире-тире çӳрерĕ, тет. Пшкрт. Сидэт пэ̆р карда βи патн'а. мэ̆н э̆с' лэксэ̆р ты̆рады̆н? тэтβаjа. (В зап.-козм. говорах столб, а также и мачта, называется тонката. У др. чув. посл. слово озн. пень). || Рубль. СТИК. Пĕр юпа парас-и, мĕн тăвас? (гов., когда секретничают, при продаже или покупке). || Юпа — король (в картах). К.-Кушки. См. чирку.

юпăнч

назв. одежды. Орау. «Юпăнч — нечто в роде чатăр: («старинный ли плащ у чуваш, или нечто в роде чапана или зонта, которым укрывались от дождя».). IЬ. Юпăнч — пĕркенмелли япала: уяра курса, юпăнчсăр ан тух, тенĕ ваттисем (или: тенĕ авал).

Ламун

имя героя сказки. Абыз. Авал пĕр Ламун каска айне пулнă; çав Ламун хуран каска айĕнче çирĕм çул выртнă (лисица его женила на дочери царя). || Абыз. † Тĕвит-тĕвит (вар. тĕввик-тĕввик) тăмани уксах (вар. уксак) чăхха юратать, çăкă пирĕн ламун уксак хĕрсене юратать.

Минкке

(миҥккэ), яз. имя мужч. Иревли. ||Яз. имя женщ. А. Турх. и др. Иревли. Минке тесе каласан, шыçă пĕтет, тенĕ авал.

Мăн-киремет

назв. возвышенности и киремети, в 6 км. к западу от д. Перво-Степановой (Ямаш-Тугай тож), Цив. р. Возвышенность эта (бугор) имеет вид опрокинутого блюда. Кан. Шывлă шур хыçĕнче катаран йăрăмланса шуррăн курăнакан сăрт Мăн-киремет выртат. Б. Олг. Мăн киремет авал вăрманччĕ, халь полчĕ ой, сохалаччĕ ĕнтĕ. Киремет пĕтрĕ. Онта ĕлĕк парнă тьыха, окçа тăкнă: çырлах, тенĕ. Инчетри халăх кисе, йĕркипех килнĕ, чуаш та, çармăç та тунă çак киремете. Çак киремет аслă полнă. Халь ой тусан ĕнтĕ, халь соха сохалаччĕ ĕнтĕ, халь вăрман пĕтрĕ.

юрла ер

обеднеть. Бгтр. Юрла ернĕ = çука ернĕ. Орау. Çичĕ ывăл ӳстерекен — çичĕ пуян, хăйпе саккăр, тит; çичĕ хĕр паракан çичĕ юрла ернĕ (семь раз обеднял), тит. Ib. Петĕркке старик ĕлĕк-авал манерлех пурăннă, тит те, халĕ Хветучĕ (сын его) юрла ере пуçларĕ (стал беднеть).

ватă

(вады̆) или ват, старый, старинный, древний, ветхий. Ч. П. Ват, ват инке, ват пуçтарма тухсамăр. Яргуньк. Шăтан-юхан ерсен, йĕрĕх валли нимĕр пĕçерсе: ват аки (см. йĕрĕх), тытрăн-турăн пулсан, çырлах, тесе, хурама пĕрне-шне пĕр кашăк нимĕр янă. N. Çӳлте турă, çĕрте патша, сире кĕл-тăватпăр лайăх чĕлхе-çăварăмпа, таса чунăмпа, ырă кăмăлăмпа. Ырăлăх-сывлăх патăр, лайăх çынпа паллашма патăр; ватсене курсан, пичче темелле пултăр; çамрăксене курсан, шăллăм темелле пултăр; карчăка курсан, асанне темелле пултăр; çамрăк хĕрсене курсан, йăмăк темелле пултăр. Ача-пăчаллă пулччăр; ватăлса, шурă çуçлĕ пулаччен пурăнччăр. (Хĕве хупнă чух пиллени). Çăварни. Кам пĕрре усала вĕреннĕ, ват йăлапа çак сăмахсене итлесшĕн мар, вăл пĕлсе тăтăр... Ө. Никиф. Ват сăн çапнă (постарела лицом). Сред. Юм. Ват çăка е хорама котне «тôла тохсан», кота çăпан тохать, тет. (Народн. поверье). К.-Кушки. Эпир ăна илнĕ чухнех вăл ват лашаччĕ. Мы купили эту лошадь старою. N. † Ват тура пек какамай (т. е. кокамай), ыр кон-çолне халала (= халалла). Регули 715. Çав çын; ватăрах-хи, чăваш. Тот, постарше — чувашин. Сл. Кузьм. 63. Ватти — ватă мар, çамрăкки — çамрăк мар. Собр. Тăрсамăр, ачасем! амаш ватти килет, тет те, хыптарать те çунтарать. || Старость. Орау. Ваттăм çитрĕ-çке ĕнтĕ! Пришла моя старость! Ватту çитнĕ (твоя). Ватти çитнĕ (его). Бугулъм. † Выльсам-и, тантăш, ай, кулсам-и, çамрăк пуççу ватта юличчен. Альш. Ватта хирĕç кая пуçларăмăр ĕнтĕ (приближаемся к старости). Орау. Стариккин те ватти çитнĕ те, кушак пек кăмака тăрнчен (çинчен) анмаçть. Шурăм-п. № 25. Куккукĕ тĕрĕс каласа паманнине ватăрахпа (на старости лет) кураççĕ те, ăна ĕненми пулаççĕ. Г. Т. Тимоф. Ватă енне кайсан, çын ытларах калаçакан пулать çав. Senectus natura loquacior. Орау. Ватă енелле карăмăр ĕнтĕ (или: сулăнтăмăр). Ib. Ваттăм çитнĕ-çке ĕнтĕ манăн. Ядр. † Çавă Шăмат хĕрĕсене эпир илсе килмесен, ватта юлас сасси пур. || Старик, старуха, старики, старые люди. РЖС. Ватă ăна каланă. Старик сказал ему. Чăвашсем 4. Ватта курсан, чыслă тĕл пулса, чыслă иртсе кайтăр (по-желание ребенку в молитве). Альш. † Çакă килте пĕр ватă, ан калăрсам йывăр сăмахăра. П. И. Орл. Ватă хисепне кĕнĕ. Вступил в разряд пожилых (гов. о женатых, хотя и мододых). N. Ватта пăхан выçă çӳремен, утта (т. е. ута) пăхан çурран çӳремен, тет. Собр. † Ыраш шăркана ларнă чухне çара алпа ярса тытмарăм; яш пĕве кайнă чухне ватта ятран каламарăм. БВ. Ута пăхакан çуран çӳремен, ватта пăхакан выçă çӳремен. СПВВ. Ватăсем = стариксем. Альш. Авал ялти-йышри ĕçе ватă шухăшласа, ватă туса тăнă.

выльăх-чĕрлĕх

домашние животные и птицы. Якейк. Этем йăхĕ еп. пуç. кай. 20 Ĕлĕк авал пачах урахла выльăх-чĕрлĕхсем (sic!) пулнă. Б. 13. Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать. N. Выльăх-чĕрлĕхсене çырса яр, çурт-йĕрсене çырса яр (напиши мне о... Из письма) N. Виç тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхпе турра пуççапатăп, виç тĕслĕ выльăха виç карта хупма пар. Мыслец. Выльăх-чĕрлĕх курас мар! (клятва).

вăкăр

(вы̆гы̆р), бык. Хурамал. Çĕре вуникĕ мăйракаллă вăкăр çĕклесе тăрать. Собр. Вăйăран вăкăр тухат, теççĕ. (Послов. ). Сказки и пред. чув. 90. Ĕçчен чăваш вăкăр пек юрла-юрла ĕç тăват. Ib. 22. Кĕл пек тăпра çийĕнчен вăкăрсем пек утаççĕ. Изамб. Т. Вăкăр чават-чават та, хăй çине сирпĕтет. N. Вăкăра (из быков) пĕчĕккине пус, пысăккине сут. Сред. Юм. Пит ĕçлекен çынна: вăкăр пик ĕçлет, теçççĕ. Альш. Унтан тата Кăнла улпучĕ килсе ларать, тет, Сĕве кĕтессине. Вăл килет, тет те, малтан стариксене: вăкăр выртмалăх-кăна çĕр илетĕп, тесе, улталаса, илет, тет, стариксенчен хут. Хутне илсен, вăкăра пусат, тет, тирне чĕрпĕл-чĕрпĕл çурса, вĕрен пек тăват, тет, вăрăм. Унтан çав вăкăр тирĕнчен тунă вĕрен пеккипе Кăнла вырăнне çĕр çавăрса илет, тет, тăхăр ялăнне. Çапла Сĕве леш енĕ каят вара ку тăхăр ялăн. Хăят улпуçĕ чикене чиркӳ лартнă, тет те, чиркĕве пăсма саккун çук, тет. Рак. Тĕпĕ çăка, варри вăкăр, тăрри ăвăс. (Çап-йывăççи). Ст. Чек. Вăкăр, чава-чава, хăй çине тăпра купалат, тет. (Поговорка: кăрçакан çынна калаççĕ; çын хăне хирĕç çынна вăрçат-вăрçат та, вăрçнă çынни вăрçаканне хĕвет). N. Ача-пăча пулмасан, е пĕр тĕслĕ ача анчах (авал ывăл кирлĕ пулнă) пусан, арăм патне вăкăр ярса пăхнă (alium virum admittebant). Хăшĕ ăннине калаççĕ. N. Вăкăр кăтарт, случать (корову). Кан. 1927, № 216. Çур-кунне, çулла ĕнесем вăкăршăн, анчах вĕсем çук. || КАЯ. Кӳлĕ вăкăрĕ. См. чӳк.

вăрăм алка

(алга), назв. грудного женского украшения. Ст. Чек. Вăрăм алка = вăрăм сăрка (последнее название — в Именеве). Шăрçапа укçапа чĕнтĕрлесе тунă авал. Кăкăр çинче укçа виç ĕрет çип çине тирнĕ. Её части: 1) тăхăнмалли шăтăкĕ, 2) хӳри (пилĕк таран), 3) умĕ (пĕтĕм кăкăр çине выртнă), 4) шултăра шăрçа (ăна çеклипе хушпу антăрлăхĕнчен çакса янă), 5) укçисем (10 тенкĕ таранччен çакнă; аялти йĕркере шултăрисем пулнă, çӳлелле вакăрахсем), 6) вак шăрçа.

Экрем

назв. дер. ц. Козм. у. Б. Олг. Ĕлĕк-авал осал туса порнса Торхантай торрине Экремре пĕр çын. В старое время один человек в . . . . . портал людей при помощи киремети Торхантай торри.

Эл-кӳл

(к̚ӳл’), назв. известного озера в Цив. у. Нюш-к. Нюш-к. Эл-кӳлрен Эл-кӳл пырĕ юхса анать (впадает в Маштаващ). Нюш-к. Эл-кӳл мĕнле пулни çинчен халăхсем хушшинче калакан юмах. Ĕлĕк-авал Эл-кӳл вырăнĕнче çаран пулнă, теççĕ. Çав Эл-кӳл вырăнĕнче аякри чăвашсем çаран çулнă чухне, утаманĕ виçĕ лашапа пычĕ, тет те, утă çулакансене сирĕлме хушрĕ, тет. Çынсем сирĕлсессĕн, утаманĕ куçран çĕтрĕ, тет. Вара çаран вырăнне шыв тухса тулчĕ, тет.

имĕш

(имэ̆ш), будто бы; говорят, что. Юрк. Сирĕн Курмăшри (чит.: Кăрмăшри) фотографăн чăваш кĕлеткисем (снимки) пур имĕш. Бюрганский. Ĕлĕк авал имĕш чӳк тунă чухне çын пусма хунă, тет, унтан вара турă, этеме хĕрхенсе, ун вырăнне така пусма хушнă, тет. Юрк. Петр Петрович, эсĕ имĕш татах вырăнсăр тăрса юлтăн, теççĕ; вăл хыпар тĕрĕс-и? IЬ. Эсĕ утилни вăрманне каснă имеш; вăл ĕç тĕрĕс-я, тĕрĕс мар-и? СТИК. Ваттисем каланипе, сăвăр пуян аччинчен пулса кайнă имĕш. О Японии. Таса вырăнсене çынсем юри аякри çĕрсенчен кĕлтума. пуççапма çӳреççĕ. Аякка кайса кĕл туни Японсен шухăшĕпе пит сăвап. Çапла аякка кайса çӳреме пĕр таса (святой) çын хушнă имĕш. Ст. Чек. Вăл имĕш вара (или: вара имĕш) ăна хĕненĕ. Он его будто-бы прибил. || Догадка, слух. СПВВ. «Имеш: вăл имĕшпе-кăна калать = будто; но догадке». IЬ. «Имĕш = будто: вăл имĕшпе çӳрет; вăл пирĕн пата килнĕ имĕш те каланă имĕш». Альш. Чиркăва куçарма саккун çук, тет, имĕш.

Ишекас

(Ижэгас); отсюда: Ишекас вопашки, назв. оврага. Б. Олг. Сар хорăн киремечĕ. Ишекас вопашкинче Сар хорăн киремечĕ. Авал ват çынсам тунă киремет. См. Сар хорăн.

улăп

олăп, исполин. Сĕт-к. Олăп — степной богатырь. IЬ. Ĕлĕк авал олăпсам полнă. Вăсам пит пысăк полнă. Хăрах çăпатине салтса, тăприне силлесен, тем пушшĕ тĕмесем полса йолнă. Атан-çырми çил-арманьсенчен леререхра çам пак ик тĕме пор: пори пысăк, тепрн пĕчĕк. Пысăккине Мăн-тĕме тиççĕ. Сред. Юм. Сĕве шывĕн сылтăм енчн сăртпа Юмаш сăрчĕ çинчен ôлăнсем пыралла вылянă, теççĕ. IЬ. Пиртен малтан олăпсем порăннă тет, çав олăп ачи пĕри, пирĕн пик çынна тусан, çав çын соха сохалашше корнă, тет те: мĕнле каяк ко?, — хăй пĕчиккĕ-çиç, çапах çĕре хоратать! Киле илсе тавăрнса, аннесĕне катартам-ха, тесе, çав пирĕн йăхлă çынна хăйне, соха-пуçне, лашине, пôрне те пĕрле кăсйине пуçтарса чикрĕ, тет. Илсе тавăрнсан, амăшне: эп пĕр каяк топрăм, тесе, кăтартать, тет. Амăшĕ: ай, ачам! кô каяка кăçтан тытнă, çавăнтах кайса яр; пиртен вара çак çынсем порнĕç пирĕн вырăнта, тесе каларĕ, тет те, вара ачи çав çынна хăй вырнех (= вырăннех) кайса ячĕ, тет. Çав çынтан вара çак халь порнакан çынсем полнă, тет. Б. Акса. Улăп ятлă пит пысăк çын пурăннă, тет; вăл çăпатинчен тăприне силленĕ, тет те, вара тĕме пулса юлнă, тет. Орау. Улăп, питĕ пысăк çын пулнă, тит. Утса пынă чухне, эпĕр халĕ арăм-утисене пĕç-хушшине тăва-тăва хăварнă пек, вăрăм йăвăçсене пĕç-хушшине туса, утса çӳренĕ, тит (деревья проходили у него между ног). Н. Карм. Пысăк пӳрт пулсассăн, вăл пӳрте вара: улăп пек пысăккă, теççĕ.

Упа Лява

прозвище человека. Нюш-к. Упа Лява тавраш. Вĕсенĕн Лява ятли, ĕлĕк-авал упа чĕппи тытнă, тет, вĕсене çавăнпа çапла хушамат панă.

ут

лошадь (у низовых обыкн. только в поазии). Букв. Курнă ута ан хапсăн. Не зарься на ту лошадь, которую ты увидишь. (Посл.). Пшкрт. Ут, лошадь. Альш. Ут мар. Регули 1125. Ут омĕ сарлака. Альш. Çеçен хирĕн варринче çич-çунатлă ут пур, тет. Йĕвен илсе кайса, тыт. (Хĕр йĕрри). К.-Кушки. Кушкă ялĕ аслă ял, пĕчĕкçĕ пĕвĕм шăнăçмарĕ, Таяпа ялĕ кĕçĕн ял, ут пек пĕвĕм шăнăçрĕ. Б. Ута пăхакан çуран çӳремен, ватта пăхакан выçă çӳремен, теççĕ ваттисем. Ст. Айб. Кĕçĕн-кăна çырма кĕмĕл кĕпер, тилхепине ан та турт, ут сиктер. Б. Хирлепы. Çакă туя киличчен, утсам натне каяс-мĕн, пĕр хĕр чĕччи тытас-мĕн. Регули. 303. Утсам оя ярса килтĕм. . Утсам яма каятăп; ярсан, килеп. Якейк. Йори калаçрăм хора хĕрне утсам панче (на ночевом) çăвăрма. Сĕт-к. Утсам панчи ачасам. IЬ. Утсам панче эп çĕрĕ-çĕрĕпех çурмасттăмччĕ (не спал). IЬ. Утсампа кай — ездить на кормежку лошадей. IЬ. Пĕчĕкрех чохне эп утсампа кайма пит юрататтăмччĕ. N. † Хура вăрман хыçне капкăн хутăм, хура утшăн марччĕ, тилĕшĕн. Никат. Утне çĕниман туртине. (Пословица). Обыкновенно формулируется: утне çитмен — туртине. N. Ыр ут полас тьыхаран паллă, ыр çын полас ачаран паллă. СПВВ. ЛИ. Ут — лаша. Регули 1322. Утра та пор, этемре те пор лайăх. IЬ. Авал ут аш (конину) çиса. Б. Олг. Кĕртĕмĕр, ута тăратрăмар; ут туартăмăр, кĕртĕмĕр Хӳетĕр патне. Б. 13. Ут тăвать те, вăкăр çийет. (Послов.). СТИК. Утсем валли çăлма каяп-ха (траву для лошадей).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

глубина

сущ. жен,. множ. глубины
1. тарăнăш; глубина пруда пĕве тарăнăшĕ; на глубине ста метров çĕр метр тарăнăшĕнче
2. чего ăш, ăшĕ, варă, варри; в глубине леса вăрман варринче ♦ в глубине веков ĕлĕк-авал; тронут до глубины души чунах пырса тиврĕ

давний

прил.
тахçанхи, ĕлĕкхи; с давних пор тахçантанпа; давний друг тахçанхи тус; в давние времена ĕлĕк-авал

мамонт

сущ.муж.
мамонт (ĕлĕк-авал пурăннă слон евĕр чĕр чун); клыки мамонта мамонт асавĕсем

некогда

2. нареч. (син. давно, когда-то)
тахçан ĕлĕк, ĕлĕк-авал; некогда здесь шумел лес тахçан ĕлĕк кунта вăрман кашласа ларнă

тьма

сущ.жен. (ант. свет)
тĕттĕм, теттĕмлĕх; в ночной тьме çĕрлехи тĕттĕмре ♦ во тьме веков тахçан ĕлĕк-авал

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

городище

1. пысӑк хула; 2. хула-ту (ӗлӗк-авал хула пулнӑ вырӑн).

иероглиф

иероглиф (ӗлӗк-авал Египетра ÿкерчӗксемпе ҫырни, ÿкерчӗкле ҫыру палли).

незапамятный

манма ҫук, ӗлӗкхи, авалхи, ӗлӗк-авал пулнӑ (ӗҫ, йӑла); с незапамятных времен ӗлӗкренпех, авалтанпах.

некогда

1. тахҫанах, ӗлӗк, авал, ӗлӗк-авал.

синоним

синоним (пĕр пӗлтерӗшлĕ е ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем: ӗлӗк— авал, аван—лайӑх т. ыт. те)

старина

1. авăллӑх, авалхи вӑхӑт; в старину ӗлӗк, авал, ĕлĕк-авал; 2. авалхи йӑла, япала; 3. ватӑ çын.

старый

1. ватӑ; старая лошадь ватă лаша; стар и млад ватти-вĕтти; 2. кивĕ, ĕлĕкхи; старая изба кивĕ пӳрт; старые друзья ĕлĕкхи туссем; в старое время ĕлĕк-авал.

четвертование

мн. нет истор. четвертовани (ĕлĕк-авал пысăк айăпа кĕнĕ çынсен аллисене, урисене, пуçне уйрăммăн касса татни).

тын

тĕкме, шăтăрнак, тăратма хӳме; в старое время города окружались тыном ĕлĕк-авал хуласем тавра тĕкме тытса тухнă.

уникум

уникум (питĕ сайра тĕл пулакан япала, сăмахран, ĕлĕк-авал кăларнă кĕнеке).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

время

с. 1. вăхăт; среднее суточное время вăтам талăк вăхăчĕ; по московскому времени Мускав вăхăчĕпе; время тянется вăхăт шăвать; время не ждёт вăхăт кĕтмест; провести время вăхăт ирттер; предоставить время вăхăт пар; 2. (эпоха, период) вăхăт, самана, ĕмĕр; дух времени самана сывлăшĕ; во времена парусных кораблей парăслă карапсем вăхăтĕнче; во времена наших дедов пирĕн асаттесен ĕмĕрĕнче; 3. (определённый момент) вăхăт, тапхăр, çи; обеденное время кăнтăрлахи апат вăхăчĕ; страдное время хĕрӳ ĕç çи; 4. грам. вăхăт; прошедшее время иртнĕ вăхăт; будущее время пулаç вăхăт; настоящее время хальхи вăхăт; во время оно тахçан авал; (в) первое время малтанах; в своё время 1) (в прошлом) хăй вăхăтĕнче (ĕлĕк); 2) (своевременно) вăхăтра, кирлĕ чух; в скором времени часах, çывăх вăхăтра; до поры до времени вăхăт çитиччен; до сего времени ку таранччен; ко времени вăхăтлă; на время вăхăтлăха; со времнем ӳлĕмрен; все время яланах, пĕрмай; одно время пĕр хушă; раньше времени вăхăтсăр; тем временем вăл хушăра; время от времени, от времени до времени, по временам хутран-ситрен, вăхăтран вăхăта, сайра хутра; с течением времени вăхăт иртнĕçем.

встарь

нареч. ĕлĕк, авал.

глубина

ж. 1. тарăнăш; измерение глубины тарăнăшне виçни; 2. (глубокое место) тарăн вырăн, авăр; морские глубины тинĕсри тарăн вырăнсем; 3. (удалённое место) ăш, шал, аякри (е катари, инçетри) вырăн; в глубине двора кил хушши ăшĕнче; в глубине страны çĕршыв варринче; 4. (содержательность) тарăнлăх, тĕплĕх; глубина исследования тĕпчев тарăнлăхĕ; ◇ в глубине веков тахçан авал; в глубине души ăшра, шалта; до глубины души чĕрене хумхатмалла.

горох

м. пăрçа (çимелли); ◇ как об стену горох хăть кала, хăть ан кала (пур пĕрех хăлхана чикмест); при царе Горохе тахçан авал.

давным-давно

нареч. разг. ĕлек-авал, тахçан-авал, тахçан-тахçан, авалтанпах.

далёкий

прил. 1. (отдалённый расстоянием) инçетри, инçери, катари, аякри; далёкий город инçетри хула; 2. (большой протяжением) вăрăм, инçе; далёкое путешествие вăрăм çул, инçе çул; 3. (отдалённый по времени) ĕлĕкхи, авалхи, тахçанхи; далёкое прошлое ĕлĕк-авал, аваллăх; 4. перен. (чуждый) ют, тăван мар; аякри, катари; разг., только с отриц. ăслă, тăнлă; не очень далёкий человек пит ăслă çын мар; катара аякра) тăракан; далёкий от истины чăнлăхран катара тăракан; далёкий от действительности пурнăçран аякра тăракан.

допотопный

прил. 1. ĕлĕк-авалхи, вилсе пĕтнĕ; допотопные животные питĕ ĕлĕк-авал пурăннă чĕрчунсем, вилсе пĕтнĕ чĕрчунсем; 2. ирон. авалхи, йăларан тухнă; допотопный экипаж йăларан тухнă экипаж.

древний

прил. 1. авалхи, ĕлĕкхи; ĕлĕк-авалхи; древняя история авалхи истори; древние народы ĕлĕк-авал пурăннă халăхсем; древние языки авалхи чĕлхесем; 2. (дряхлый) ватă; древний старик ватă старик; 3. в знач. сущ. древние мн. авалхи çынсем.

древность

ж. 1. аваллăх, ĕлек-аваллăх; в глубокой древности питĕ авал, сĕм-авалах; 2. мн. древности аваллăх, авалхи япала; в музее много чувашских древностей музейре чăваш аваллăхĕсем темĕн чухлех.

некогда

нареч. (когда-то) тахçан, ĕлĕк-авал.

первопечатный

прил. чи авал (е малтан) пичетленĕ (е çапнă); первопечатные книги чи авал пичетленĕ кĕнекесем.

пергамент

м. пергамент (1. авал хут вырăнне çырнă тир; 2. авалхи алçырăвĕ; 3. çупа шыва витермен хут).

прошлый

прил. 1. иртнĕ, иртсе кайнă, ĕлĕкхи; в далёком прошлом ĕлĕк-авал; всю прошлую ночь кĕçĕр çĕрĕпех; в прошлую ночь или прошлой ночью иртнĕ каç, çĕркаç; в прошлом году или прошлый год иртнĕ çул, пĕлтĕр; прошлым летом иртнĕ çулла; 2. в знач. сущ. прошлое с. пулни-иртни; ◇ дело прошлое иртнĕ (е пулнă-пĕтнĕ) ĕç; отойти в прошлое манăçа тух.

раньше

нареч. 1. сравн. ст. от нареч. рано иртерех; он пришёл рань меня вăл манран иртерех çитнĕ; 2. (до какого-л. срока) ĕлĕк, маларах, ⸗чен [⸗ччен], ⸗сăр [⸗сĕр]; мы выполнили план рань эпир плана маларах пурнăçларăмăр; я не вернусь раньше вечера эпĕ каçсăр таврăнаймастăп; 3. (прежде, сначала) малтан; раньше выслушайте, а потом говорите малтан итлĕр, кайран кăлар; 4. (в прежнее время) ĕлĕк, авал, ĕлĕк-авал; ◇ рань времени см. href='/s/время'>время.

седой

прил. 1. шурă, кăвак (çӳç, сухал); седая голова кăвак пуç; 2. (с вкраплением белых ворсиноко мехе) чăл-чăл (е тĕл-тĕл) кăвак (тир, çăм); 3. перен. (серовато-белый) шурă-кăвак (теç); ◇ седая старина сĕм авал; до седых волос çӳç кăвакариччен (е шураличчен).

тур

м. зоол. тур (1. сĕм авал вилсе пĕтнĕ хир вăкăрĕ; 2. ту качаки).

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

авал

борын, әүвәл, элек

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

авал

[aval]
en antikveco, antaŭ tre longe
ĕлĕк-авал пĕр çĕршывра патша пурăннă тет — iam antau longe vivis reĝo
вĕсем авалах пуян пурăннă — ili antaŭ longe vivis riĉe
 авалтан — ekde antikveco, de antaŭ longe
 авалхи — antikva, antŭepoka

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

авал

«в старину», «в былое время», «давно» «некогда»; Рабг. авваль «первый»; азерб. әввәл, тур. эвел, эввел, узб. аввал, «первый» «начальный», «древний», «прежний, «начало»; «прежде», «раньше», «сначала»; уйг. аваль, әввәл, башк. әӳәл, тат. әӳвел, туркм. овал, кирг. оболу «прежде», «раньше», «сначала», «во-первых». Заимствовано из арабского языка: «начало»; «первый», «прежний».

ĕлĕк

«раньше», «прежде», «давно», «в старину»; ĕлĕк-авал «в старое время», «в далеком прошлом»; ĕлĕкхи «старый», «давний», «старинный»; др. тюрк. илик «начало»; ӧн илик «в самом начале»; илки «первый», «ранний», «прежний», МК, тур. илк «первый», «первоначальный», «первобытный»; «прежде»; азерб. илк «первый», «первичный», «начальный»; кирг. илгерки,. казах. илгерги «передний», «прежний», «древний»; уйг., кирг. илгери, узб. илгари «раньше», «прежде»; казах. илки «первый»; туркм. илки, тат., башк. элек «прежде», «раньше»; тат. электә «в старину». Происходят от ĕл (чув.), ил (КБ), ал (Рабг., тат., башк. и др.) «перед».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть

Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть конца-краю не видно (не видать); син.: вĕçĕ-хĕрри çук.
Малтанах мана вăрçă, пĕр-ик хут çапăçăва кĕрсенех, пĕтессĕн туйăнатчĕ. Анчах унăн вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть иккен. В. Алентей. Илемлĕ, аслă çакăнти вăрман, Пĕр-икĕ ĕмĕр пирĕнтен авал Вĕçĕ-хĕрри ун ниçта курăнман. С. Элкер.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

вече

вырăссем хăйсен ĕçĕсем çинчен канашлама пухăннă пуху; пĕр-пĕр пысăк ĕç тумалла пулсан славянсем пĕр хулана пухăва пухăнни. Авал пĕр вăхăтра вырăссем те çаплах пурăннă, вĕсем хăйсен ĕçĕсем çинчен канашлама пухăва (вечăна) пухăннă [Шершеневич 1906:3]; Пĕр-пĕр пысăк ĕç тумалла пулсан славянсем пĕр хулана пухăва пухăннă. Çав пухăва вĕсем вече тенĕ [Рассказы 1909:4].

инквизитор

1. авал хĕвел анăç енчи патшалăхсенче пулнă Христос тĕнне хăйсем пек мар вĕрентекен çынсене пит хытă асаплантарнă çын. 2. çынна тĕрĕс мар пек шухăшĕшĕн асаплантаракан çын. Инквизитор авал хĕвел анĕç енчи патшалăхсенче пулнă. Вĕсем Христос тĕнне хăйсем пек мар вĕрентекен çынсене пит хытă асаплантарнă. Аслă инквизитор тесе çак асапа кăларакан çынна каланă. Халĕ инквизитор тесе çынна тĕрĕс мар пек шухăшĕшĕн асаплантаракан çынсене калаççĕ [Хыпар 1907, № 9:66].

пирамида

утмăл тăхăр чалăш çӳллĕш чул юпа. Эпир ĕлĕк-авал Египет халăхĕ, хăйсен патши Хеопс хушнă тăрăх, хĕрĕх çул хушшинче чултан утмăл тăхăр чалăш çӳллĕш юпана (пирамида) купаласа туни çинчен вуласа тĕлĕнетпĕр [Çулталăк 1914:6].

тынă

свидетель. Ĕлĕк-авал пирĕн чăвашсем çын пĕр-пĕр ĕç тунине хăй куçĕпе курнă çынна тынă тенĕ <…> [Хыпар 1906, № 10:161].

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

тинĕс ĕни

морская корова (стеллерова корова) — rhytina stelleri [ĕлĕк-авал вĕлерсе пĕтернĕ, тинĕсре пурăннă, сĕт çиекенсен йăхĕнчи чĕрчун]

тур

тур — bos primigenius [сĕм авал вĕлерсе пĕтернĕ хир вăкăрĕ]

Федотовăн «Тĕне кĕмен чăвашсен ячĕсем» словарĕ

Минкке

яз. и. м. // яз. имя женщ. А. Турх. и др. Иревли. Минке тесе каласан, шыçă пĕтет, тенĕ авал (Ашм. Сл. VIII, 245). См. Минке.

Этимологи словарĕ (1996)

авал

в старину, в старое время, некогда, давно.

Др.- тюрк.  ävväl (араб. ) сначала, прежде (ДТС, 76).                                              
Производные формы: авалах (предыдушее слово, усиленное частицей -ах): вĕсем авалах пуян пурăннă. Они издавна жили богато; авалтан (исходный падеж предыдущего слова) издревле, с давних пор, исстари; авалтанпа (предыдущее слово с прибавлением аф. тв. пад.) исстари и до сих пор, издавна и поныне; авалтанпах то же самое речение с част. усиления -ах; авалтарах ранее нашей эпохи: (вăл масара авалтарах тăхар ял вилĕ пытарнă. На этом кладбише в старину хоронили умерших девяти деревень; авалхи древний, старинный; стародавний (Ашм. Сл. IА,  38-40).

См. Радл. Сл. I, 638, 671, 941; Егоров ЭСЧЯ, 19; Räsänen ЕWb., 32а.

Çавăн пекех пăхăр:

Аваç Аваççи Аваçка Аваккай « авал » авал чух авалах авалкки аваллăх авалтан

авал
Пуплев пайĕ
Паллă ячĕ
 
Фонетика
4 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150