аграрий
аграри (пысăк çĕр улпучĕ, çĕр хуçи).
аграри
ç.с. 1. Ял хуçалăхĕ; çĕр ĕçĕ. Чăваш Республикин Аслă Совечĕн ялăн социаллă пурнăçне çĕнетсе лайăхлатас енĕпе тата аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен яланхи комиссийĕ. Х-р, 3.10.1992, 1 с. Аграри ыйтăвĕсемпе тата апат-çимĕç енĕпе ĕçлекен комитет. Х-р, 29.02.1996, 2 с. Раççейри çамрăксен аграри пĕрлешĕвĕн председателĕ. ХС, 1999, 25—26 /, 2 с.
— Аграри партийĕ (ХС, 1999, 12 /, 3 с.); аграри секторĕ (Х-р, 11.11.1998, 1 с.); аграри комплексĕнчи çитĕнӳсем (ХС, 1999, 23 /, 2 с.); аграри университечĕ (Х-р, 7.08.2003, 3 с.).
2. Ял хуçалăх ĕçченĕсен интересĕсене хӳтĕлекен ятарлă парти (Аграри партийĕ) йышĕнчи çын. Чăваш Ен аграрийĕсем хирĕçлев акцине ирттерессине ырламан. Х-р, 6.10.1998,1 с. (Танл., Чăваш Ен аграри партийĕ те ... митингсемпе забастовкăсем ирттерес шухăша ырламанни çинчен эпир маларах пĕлтернĕччĕ. Х-р, 7.10.1998, 1 с.). Аграрисем канашларĕç [Пуçелĕк]. Х-р, 13.04.2001, 1 с. (Танл., Шупашкарта Чăваш Енри аграри партийĕн конференцийĕ иртрĕ. Х-р, 13.04.2001, 1 с.).
аграрник
ç.с. 1. Ял хуçалăхĕнче е ял хуçалăх ыйтăвĕ-семпе ĕçлекен çын. Ун шухăшĕпе чылайăшĕ килĕшет, аграрниксем те, хуларисем те. Х-р, 20.01.1994, 1 с. Уя тухса курман аграрник-теоретиксем халăхăн çĕр йĕркелӳ традицине тĕпрен шута илес çук. Х-р, 11.09.1996, 3 с. А.П.Айдак тата аграрниксен юхăмĕн ытти ертӳçисем... Хресченсен союзне туса хурас енĕпе ĕçленĕ. А-д, 17.12.1999, 2 с. Ăна [хресчене] ... Шупашкарти тата Мускаври аграрник чиновниксем пулăшма шутламаççĕ. Х-р, 17.10.2000, 1 с.
— журналист-аграрник (Х-р, 7.05. 1998, 1 с.).
2. Аграри партийĕн членĕ; аграри (2). Ирех, сесси пуçланиччен, аграрник-депутатсем канашланă. Х-р, 30.07.1992, 1 с. Коммунистсемпе аграрниксем ... фракци ертӳçисем хушнă пек сасăлаççĕ. Ч-х, 1999, 27 /, 3 с.
аппаратçă
ç.с. Пĕр-пĕр тытăмлăх (учреждени) ĕçне йĕркелекенсенчен пĕри; аппаратчик. Аппаратçă-пуçлăхсемпе усăсăр кĕрмешсе мĕн чухлĕ вăхăт сая яни, сывлăха пĕтерни кунта каламасăрах паллă пуль. Хв.Уяр //Я-в, 1991, 11 /, 28 с. Те Стародубцев аграри, те Селезнев аппаратçă, те Купцов сăрă кардинал ... хыççăн каймалла. Х-р, 18.03.2000, 2 с.
астăвăм
е АС ТĂВĂМ, ç.с. Асăм (туп.), асăмлăх, асăну. Аппан тĕрмери кун-çулĕ çинчен пĕлес килет... «Астăвăм» об-щество пулăшасса шанатăп. КЯ, 20.09.1989, 3 с. Майăн 9-мĕшĕ тĕлне... «Астăвăм» кĕнекен пĕрремĕш томĕ кун çути курмалла. Ç-т, 1995, 4-5 /, 31 с. Çак çын ас тăвăма тивĕçлĕ мар-и вара. ÇХ, 1999, 3 /, 8 с. Чăваш еншĕн аграри секторĕ — ...кăмăл-сипетпе ас тăвăмăн шалти вăйĕсене упраса хăвармалли пысăк шанчăк. ХС, 1999, 19 /, 1 с.
— мифологилле астăвăм (ТА, 1990, 9 /, 67 с.); халăх астăвăмĕ (Ю.Артемьев, 1991, 48 с.); истори астăвăмĕ (Х-р, 6.06.1997, 1 с.); ĕмĕрлĕх астăвăм (Х-р, 6.05.2000, 1 с.); чĕрĕ астăвăм (Я-в, 2000, 5 /, 9 с.);
— астăвăм саманчĕ (Я-в, 1995, 9 /, 89 с.); астăвăм шăплăхĕ, астăвăм тĕнчи (Н.Петровский, 1995, 84 с., 114 с.); астăвăм масарĕ, астăвăм хăми (Х-р, 17.01.1996, 2 с.); астăвăм сентри (Н.Теветкел //Х-р, 11.04.1998, 7 с.); астăвăм каçĕ (Т-ш, 2000, 5 /, 2 с.);
— танл., астăву (П.Хусанкай, 1962, 50 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
агностикла агностицизм агони агония « аграри » аграрий аграрлă аграрник аграрный агрегат