хуплаштар
понуд, ф. от хуплаш. Якейк. Лайăхрах хуплаштар сăкмана, сивĕ ан пултăр. Толст. Ескимоссем икĕ тире çăмĕсене тулалла туса хуплаштараççĕ те, пулă шăммисемпе шăтарса, шăнăрпа çĕлеççĕ. N. Ахаль анчах касса суранлантарнă пулсан, юнĕ юхма чарăнсанах каснă вырăнти ӳте хуплаштарса ăна акăльски пластырпа хурса çыхас пулать. ЧС. Унтан çине сăхман тăхăнтарса, суллахай хуплаштарчĕçĕ те, пиçихине каллах вилту çыхрĕçĕ (покойнику). Г. А. Отрыв. Аркисене хальхи паках сылтăм енчен сулахай енне хуплаштарнă, сулахай аякрах.|| Тушить. Пшкрт. Хоплаштар. || Колотить. N. Каçантан хоплаштарать те хоплаштарать. Колотит и колотит меня по спине.
акăльски
(агы̃л’ски), britannicus, английский. Якей. || СТИК. Акăльски çип, fila duplicata e lino xylino facta, крученые бумажные нитки. Л. Кошк. Fila duplicata e lino xylino facta. Eorum plura sunt genera, velut: их несколько сортов: таса акăльски, quae sunt candidissima (чăлт шурă), совершенно белые нитки; хĕрлĕ акăлски, rubri coloris, красные, _ахал акăльски, usitatisslma vilissimaque, subflavi coloris. простые и дешевые, желтоватого цвета.
акăльски
(хальхилле акăлчанла) акăлчансем туни. «Ман çава пит аван», «ман çурла пит лайăх», «акăльски» тет пирĕн енчи чăваш. Акăльски тени çавана е çурлана англичансем тунине пĕлтерет; кам вăл англичансем? [Хыпар 1906, № 17:267].
Çавăн пекех пăхăр:
акăлчан акăлчанла акăлчанлан акăлчи « акăльски » акăм акăм айĕ акăн акăнтăр акăр