акартси
(агарци), acacia, акация (Альш., Бюрг., Череп.). Альш. Пăçина-акартси (пы̆з’ина-агарци), sambuci atque acaciae, бузина и акация.
акатччи
(агац’ц’и), i. q. акартси. Ст. Чек.
лăпăр-лапăр
(лабы̆р), подр. хлопанью крыльями. Городище. || Подр. кипению. Якейк. Шу вĕренĕ чохне лăпăр-лапăр тăвать. || Очень грязный и вязкий. Якейк. Лăпăр (лы̃бы̃р)-лапăр çолпа пымалли та çок. Нельзя ехать по очень грязной и вязкой дороге. || Грязный. Ст. Чек. Ирсĕр, лăпăр-лапăр, юхан-шăтан, сĕлекелĕ. || Кое-какой, неважный, дрянной. N. Сайра çыннăн лăпăр-лапăр йывăç ларткаланă: пилеш-çĕмĕрт-хăва пекки, е пăçина-акартси (бузина и акаци). N. Лăпăр-лапăр йывăç (дрянные). || Хлам. Питушк. Пуçтăрас çак лăпăр-лапăрсене. Срв. Сред. Юм. Пит лăпăр-лапăрлă япалана хаклă парсах ан илĕр (не чистый). Ib. Алкомне кам лăпăр-лапăр илсе кĕрсе тôлтарнă ôнта (натаскали сору)? ГТТ. Акă сире хамăн лăпăр-лапăрсенчен хăшне-пĕрне (некоторые) пуçтаркаласа яратăп. (Сказано о рукописях). Альш. Халĕ ĕнтĕ унта шăтат лăпăр-лапăр курăк. || Ненастная погода. Городище. Лăпăр-лапăр тăрат. Стоит ненастная, (или грязная) погода. СТИК. Кĕркунне çанталăк питĕ лăпăр-лапăр пулат. Ib. Лăпăр-лапăр вăхăтра (в грязь, в слякоть) çула кайма тиврĕ.
акартси
(диал., Элшел; хальхилле акаци) кил таврашĕнче лартса ӳстерекен сап-сарă чечеке ларакан йытă пăрçи пек пăрçи пулакан ешĕл йывăç. Хăшĕ-хăшĕ халĕ çак яхăнсенче кăна пӳрт умĕсене, пӳрт çумĕсене, карташ-хуралтă хыçĕсене сап-сарă чечеке ларакан, унтан йытă пăрçи пек пăрçи пулакан ешĕл йывăçсем (элшелсем хăйсем акартси теççĕ) ларта-ларта яркалаççĕ [Тимофеев 2002:56].
Çавăн пекех пăхăр:
акар акарçă акарин акарна « акартси » акатуй акатуйĕ акатччи Акахви Акахвун