актиниди
п.с. Йĕплĕ хурлăхан (крыжовник) пек шултра та сиплĕ çырлаллă, явăнса ӳсекен тĕмĕ. Пахчаçăсем валли сиплĕ тĕмсем ӳстерет. Мĕн тĕрли çук пулĕ унта, палан, ирга, актиниди, лимонник... Х-р, 11.09. 1996, 4 с. Актинидин пĕр çырлинче — çынна талăкра кирлĕ чухлĕ витамин. К-ш, 1997, 39 /, 8 с.
лимонник
п.с. Лимон шăршиллĕ, хĕрлĕ çырлаллă, явăнса ӳсекен тĕмĕ. Лимонник, актиниди, ... хура тата шурă хурлăхан, йĕплĕ хурлăхан — кама мĕн кирлĕ, суйла кăна. Х-р, 11.09.1996, 4 с. Пахчаçăсен калаçăвĕсене тимлесен çĕнĕ культу-рăсен ячĕсем хăлхана кĕреççĕ, актиниди, лимонник, айва... К-ш, 1997, 39 /, 8 с. Лимонник ... сивве тӳсĕмлĕ. Ар, 2002, 20 /, 4 с.
Çавăн пекех пăхăр:
активлантар активлат активность активный « актиниди » актла актовый актриса актуаллă актуаллăх