Шырав: ангел

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

ангел

1. рел.
ангел

ангел

ангельский

ангел

2. разг.
ангел

ангел

ангельский
ангел сăнĕ — ангельское личико

пирĕшти

миф.
Пирĕштив чувашской традиционной религии — добрый дух, ангел

эсĕ манăн пирĕштийĕм! — ты мой ангел!

пихампар

2.
ангел-хранитель

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

есрел

израил (ангел смерти)
дух смерти
смерть
кончина
подлец, негодный человек

пирĕшти

гений хранитель
ангел

пулăш

помогать
пулăшса тăр — помогать; снабжать
ангел пулăшнă хучĕпе — при помощи ангела
пулăшусăр — беспомощный

пӳлĕх

Пӳлĕх — разделитель (божество у "язычников")
пӳлĕх амăшĕ — мать его
пӳлĕхçĕ — ангел

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

явăн

явăн (jавын), виться, обвиваться.
Йывăç явăнса ӳçет. Дерево растёт завитушкой.
- Икково. Хӑмлӑ шӑччӑ тӑрӑх явӑнса ҫитӗнет.
- Алших. Хӑмлӑ шерте (шалҫа) тӑрӑх явӑнса ӳҫет.
- Сл. Кузьм. I, 16. Вӗсен ӗҫӗ кантӑра пек явӑнса пырать. У них дело идёт как по маслу.
- К.-Кушки. Мӑйне ҫӗлен явӑннӑ (или: яваланнӑ).
- Ib. Курӑк йывӑҫа явӑнат.
- Альш. † Ӗнтӗ ҫил ҫаврӑнат, ҫил ҫаврӑнат: ҫӗмӗрт ҫеҫки хӑвана явӑнат.
- Бурунд. † Ҫӗр ҫырлисем пиҫеҫҫӗ хӗрелсе, тӗрлӗрен пӗр курӑка явӑнса. Клубника поспевает, рдея, обвиваясь вокруг разных трав.
- Чураль-к. Шучӑ тӑрӑх явӑнакан хӑмла путранки мар-и ҫав? Ура явса выртакан пирӗн варлисем мар-и ҫав?
- Н. Тим. † Явӑна-явӑна выртакан, пӗрлӗхен аври мар-и ҫав?
- Сред. Юм. Ирхӗне, вил-шыв (у др. сывлӑм) укеччин, утӑ торттарсан. О, явӑнса вӗрен пик полса пырать (вьётся как верёвка).
- Юрк. † Хӗвел тухат, сарӑлат, улма йывӑҫ ҫине явӑнат.

|| О пламени.
- ЧС. Ҫӳлте хӗм явӑнать анчах — хӗп-хӗрлӗ, тастан (=таҫтан) та курӑнать пулӗ. Вьются в выси искры, красные-раскрасные; должно быть, далеко видно. [Ib. Пушар йӗри-тавра ҫынсем явӑнаҫҫӗ анчах. Около пожара вьются люди].
- Сред. Юм. Вӑт (=вут) явӑнать анчах («О сильном пламени, когда кажется будто оно вьётся»).

|| О течении.
- ЧП. Хура шыв юхат явӑнса.
- Янш.-Норв. † Шывӗ юхат явӑнса, хумсем ҫапаҫҫӗ хӗрнелле.
- А. П. Прокоп. † Атӑлсем тухат (юхат?) явӑнса.
- Дик. леб. 36. Акӑ тинӗс хумӗсем, ывӑна пӗлмесӗр, пӗрин хыҫҫӑн пӗри явӑна-явӑна пынипе темӗн тӗрлӗ хытӑ чулсене те тип-тикӗс якатаҫҫӗ.

|| Об облаках.
- Дик. леб. 40. Хура тӑхлан тӗслӗ хӑрушӑ хум пек пулса, вӗсем явӑнса шуса пыраҫҫӗ.
- Ib. 56. Ҫӳлте явӑнать хуп-хура пӗлет. Наверху вьётся чёрная туча.

|| О пыли.
- Сказки и пред. чув. 22. Тусан пырать явӑнса. Пыль вьётся.

|| О грязи.
- Сред. Юм. Ҫӑмӑр ҫуни халь те типмен пыльчӑк орапана явӑнса пырать (грязь навивается на колёса).

|| О медленном, величественном движении солнца (так толкует КС.).
- ЧП. Хӗвелсем тухат явӑнса.

|| О колосьях, которые клонятся от тяжести в разные стороны.
- Ст. Чек. Явӑнса ӳсет ыраш (=вӑйлӑ ӳҫет). Колосья ржи от тяжести клонятся в разные стороны.

|| Виться (о птицах и т. п.).
- Сказки и пред. чув. Ялӗсем ҫинче кайӑк явӑнать. Над их деревнями вьются птицы.
- Толст. III—IV, 122. Вӑрӑм-тунӑсем явӑнса вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, ҫӗрлеҫҫӗ. Комары вьются, летают и жужжат.
- N. Икӗ ангел, икӗ архангел вӗҫсе килеҫҫӗ пирӗн чуншӑн, явӑнаҫҫӗ пирӗн ҫылӑхшӑн.

|| Увиваться (с какой-либо целью).
- КС. Сир. 27. Кам ӑслӑлӑх ҫурчӗ таврашӗнче явӑнса ҫӳрет, ҫавӑ унӑн ҫурчӗ ҫумне пӑта ҫапса тӗреленет.
- Якейк. † Эпе лартас хӗр панче упа-кашкӑр явӑнать. Около девушки, которую я хочу посадить (чтобы покатать), увиваются волки и медведи (дикие звери).
- С. Хорчка пек явӑнса ҫӳрет. Вьётся как ястреб. Тоже и о животных.
- Якейк. † Пирӗн ҫол ҫийӗнче корак-ҫӑхан явӑнать, эпӗр лартас хӗр панче ялти ача явӑнать (Песня на масленице).
- КС. Курак-ҫӑхан виле таврашӗнче явӑнса ҫӳрет. Сновать (в переносн. зн.).
- Ст. Яха-к. Эсир кунта питех явӑнса ан ҫӳрӗр (не толпитесь).
- Сказки и пред. чув. 75. Ярӑнтарса, явӑнса, шӑпӑр кӗвви ташлатать.

сулахай

(сулаhаj), левый. Собр. Сулахай урана малтан сырсан, юмăш калаçат, теççĕ. СТИК. Сулахай сыпчăк, алли пылчăк. N. Çывăрнă чухне сулахай енче çывăрăр, сылтăм енче çывăрсан, сылтăм хулпуççи çинче ларакан шуйтан хĕпĕртет. Сулахай енче çывăрсан, шуйтан макăрать, ангел хĕпĕртет, тет. (Поверье). Зап. ВНО. † Ай-аях, май-аях, сӳсмен пăяв сулахай; маяк касма карăм та, пĕчик пурта (топорик) тытса илчĕç, куккăр кутне кукăртрĕç. ЧС. Тата урине тăла сулахай чăркаса çĕнĕ çăпата тăхăнтарчĕç, çăпати кантрине вил-тӳ çыхрĕç. Вил-тӳ çыхмасассăн, вилнĕ çын салтма та, сырма та пĕлмест. N. Двинскирен сулахай енче. Налево от Двинска. Коракыш. Кăвак сăхман, йĕс тӳме, сулахай арки хам пултăм. (Сравнение грусти, несчастья; почему-то левая пола „сулахай арки“ служит выражением несчастья; кажется на это есть поверье). Альш. Ах йыснаçăм, йыснаçăм, вуник чĕлĕ пушăтран хăрах çăпата кăларчĕ, вăл та пусан сулахай (на левую ногу). || Левша. Изамб. Т. Сулахай или сулахай пăяхам (левша). || Фамильное прозвище. К.-Шемяк.

шăппăн

тихий, тихо. КВИ. Пĕлĕт тăрăх çурçĕрте вĕçсе пынă пирĕшти, шăппăн юра юрласа. По небу полуночи ангел летел, и тихую песню он пел. (Лерм.) Пазух. Мĕншĕн шăппăн, ай, ларатăр? Эсир шăпчăк чĕппи мар вĕтĕ. Бугульм. Мĕншĕн шăппăн ларатăр. М. Яльч. Эй, тăванăмсем, тăванăмсем, мĕншĕн шăппăн ларатăр, шăппăн ларма шупчăк чĕппи эсир мар. Ск. и пред. чув. 89. Шăппан-шăппăн çеç утса тухрĕ Нарспи пӳртĕнчен. N. Темĕскер те пĕр шăппăн каласа пĕтерĕ. Латыш. Карчăк сăмахĕсене пит шăппăн калать, тет, çавăнпа пурне те лайăх илтмелле мар, тет. Шурăм.-п. 13. Атте мана шăппăн каларĕ. Юрк. Кăлавипе писсăрĕ чаршав хыçĕнче, пытанса, тăнă пек, пĕр чĕнмесĕр шăппăн кăна тăраççĕ. Туперккулёс 37. Шăппăн çи. N. Ун чух никама та калаçма юрамасть, шăппăн çӳремелле çемьесем. N. Шăппăн вырăн, захолустье, тихое место. Сунт. Ман çемье... терĕ шăппăнтарах Микихвер. А.-п. й. 46. (Тилĕ)... шăппăнтарах: „Сывмарри сыввине йăтса пырать“,— тет. А лиса ухмыляется под нос и тихо говорит: „Больной здоровую везет“. Золотн. Шăппăн, тихо, скрытно, секретно. N. Шăппăн-шăнпăн çӳре, исе кил. Сколько можно тише ходи, принеси.

пирĕште

назв. духа (ангела). Хурамал. Пирĕште вара çӳле турă патне кайнă та, каланă: вăл çын ывăлĕ çукран питĕ хуйхăрать, тенĕ. Ib. Пирĕште лайăх калаçнине лайăх çырать, усал калаçнине усал çырать. Никĕш те куракан çук, только хулпуççи çинче ларать, тесе калаççĕ, лайăх çыраканни сылтăм хулпуççи çинче ларать. N. Пирĕште — ангел (çынна сыхлакан). N. Пирĕште вăл кашни çуртра пулать, теççĕ. Вăл пирĕште кăмака çинче пурăнать, теççĕ. Пирĕштене тата чӳклеççĕ, çулталăкра пĕре анчах. Пăттине каçран чӳклеççĕ, кăмака çине лартаç кашăксам хурса. Сунчел. † Икĕ хул çинче ик пирĕ(ш)те, пуç мĕн курасса çыраççĕ.

пирĕшти

то же, что пирĕште. Юрк. Турăран ыйтсан, турă хăйĕн пирĕштине ман патма ярса, пирĕн мăссульман çыннисем, тутарсем, мĕншĕн вăл тери вилнине каласа пачĕ. N. Пирĕшти, о нем говорят, что он плачет на старом пепелише. Ск. и пред. 94. Манăн килĕм-çуртăма ырă пирĕшти пăхатчĕ. П. Шинкусы. Эпир çылăха кĕнине пирĕштисем пĕлеççĕ. (Моленье). Ib. Эй ырă пирĕштисем, чун сыхлаканнисем, пĕв сыхлаканнисем, эсир пиртен усала сирĕр! (Молитва эта навеяна христианством). Т. Турă çын чунне пултарсассăн, ăна ӳтлĕ тума, пирĕштийĕсене çĕр йышĕ патне çĕр ыйтма янă, тет. Микушк. Тата вăсем пирĕшти теççĕ, пире сыхлакан харпăр хăй ангĕлне калаççĕ, çав турă хăш чух кăшкăрать, тет. Пĕр-пĕр этем кайсан, вăл час таврăнмасан, ăна курăнманăскер кăшкăрать, тет. Ăна вăсем кирлĕ чухне пит кăшкăрать, теççĕ. Сунчел. Таса пирĕшти, эсĕ курăнми çунатупа пире хӳтлесе... Ядр. Пирĕшти — покровитель лошадей. Т. IV. Юратнă лашана пирĕшти çилхине çитлет, теççĕ. Н. Седяк. Лаша çилхине пирĕшти çыхлантарать, теççĕ. Выльăхăн та пирĕшти (ангел) пур, теççĕ. Вăл юратнă лашанне анчах çыхать, теççĕ, çыхлантармасан выльăх ĕрчемеç, теççĕ.

пирште

ангел. Уралка. Ик хулпуççи çинчи пирште. См. пирĕште, пирĕшти, пирĕшчи.

Пихампар

(пиhамбар), назв. духа «раздающего людям добрые качества и сообщающий йомзям (шаманам) пророческие видения; он — покровитель домашнего скота, охраняющий его от хищных зверей». МПП. Изамб. Т. Пихампар — «ангел хранитель». Ib. Манăн Пихампар ик анпуççи çинче иккĕ, усем мана сыхлаççĕ (говорит чувашин, напр., когда ему указывают на опасность). Рус. Пихампар — ангел хранитель. Череп. Пихампар, пророк. Конст. Чăв. Мухамет пихампар. Сред. Юм. Тôтарсĕм Христоса пихампар тесе калаççĕ, тет? Ib. Пихампар, божество I разряда. М. Васильев. Пихампар — пĕтĕм çынсене пĕлсе тăраканни. N. Пихампара чӳклени çак йĕрке. Чертаг. Пихампар — выльăх пăхаканскер картара. Ст. Чек. Пихампар = кашкăрсен пуçлăхĕ. Сурăха кашкăр тытсан, Пихампара пăтă паратчĕç. Н. Седяк. Пихампар, вождь волков (белый волк). N. Пихампар, «князь волков». Арç. Пире пăхан Пихампар, ху йыттуна хăвах чар. (У чуваш некоторые злые духи находятся во власти пихампар'а, а волки считаются его собственностью). СПВВ. ИА. Пихампар, йыттуна чар. Ib. Эй, Пихампарçăм! Пихампар! тырă-пулă пуласси, ăна пăртан, ар-пиртен сыхласси пурте санра. Микушк. Пихампара чăвашсем асăнаççĕ, вăсем ăна тискер кайăк выльăха тытасран асăнаççĕ. Вăл турă пирĕн Георгий выррĕне (так!) асăннă. Ib. Пихампарăн пăвăрлă лаши çилхи çине хăçан пырса пулĕ тум-хаяр, çавăн чухне тин килсе пултăр çак (ят) тум-хаяр. НТЧ. Тата тепĕрне (говорит): эсĕ Пихампара пар, вăл хăй ачисене чартăр, тет, (т. е. дай в жертву ковш пива. Сăра чӳклени). Ерк. 91. Сăнне пăхма пихампар, аран çилне шăнарать. В. Олг. Пихампар — кашкăр хонĕ.

пиште

ангел. Тюрл. Сред. Юм. Çын вилсен те, ôнăн пишти виç кôнччин пӳртре ларать, тет.

анкĕл

(аҥг’э̆л’), angelus, ангел. Сред. Юм. Якей. Эп кĕçĕр тĕлĕкре виç анкĕл кортăм. Сегодая ночью я видел во сне трех ангелов.

кил пуç

кил поç, кил пуçĕ, кил пуççи, хозяин, глава дома. Шибач. Кил поç, хозяин. Собр. Атте-анне пиллесен, эпир те пулăпăр кил пуççи. || Назв. духа. Вил-йăли. Кил пуç — нечто вроде «хĕрт-сурт» (ангел дома).

явăн

(jавы̆н), виться; обвиваться. Йывăç явăнса ӳсет. Дерево растет завитушкой. Икково. Хăмла шăччă тăрăх явăнса çитĕнет. Алших. Хăмла шерте (шалçа) тăрăх явăнса ӳсет. Сл. Кузьм. I, 16. Вĕсен ĕçĕ кантăра пек явăнса пырать. У них дело идет как по маслу. К.-Кушки. Мăйне çĕлен явăннă (или: яваланнă). IЬ. Курăк йывăçа явăнат. Альш. † Ĕнтĕ çил çаврăнат, çил çаврăнат: çĕмĕрт çеçки хăвана явăнат. Бурунд. † Çĕр çырлисем пиçеççĕ хĕрелсе, тĕрлĕрен пĕр курăка явăнса. Клубника поспевает, рдея, обвиваясь вокруг разных трав. Чураль-к. Шучă тăрăх явăнакан хăмла путранки мар-и çав? Ура явса выртакан пирĕн варлисем мар-и çав? Н. Тим. † Явăна-явăна выртакан, пĕрлĕхен аври мар-и çав? Сред. Юм. Ирхĕне, вил-шыв (у др. сывлăм) укеччин, утă торттарсан, ȏ, явăнса, вĕрен пик пȏлса пырать (вьется как веревка). Юрк. † Хĕвел тухат, сарăлат, улма йывăç çине явăнат. || О пламени. ЧС. Çӳлте хĕм явăнать анчах — хĕп-хĕрлĕ, тастан (= таçтан) та курăнать пулĕ. Вьются в выси искры, красные-раскрасные; должно быть, далеко видно. [IЬ. Пушар йĕри-тавра çынсем явăнаççĕ анчах. Около пожара вьются люди]. Сред. Юм. Вăт (= вут) явăнать анчах. («О сильном пламени, когда кажется будто оно вьется»). || О течении. ЧП. Хура шыв юхат явăнса. Янш.-Норв. † Шывĕ юхат явăнса, хумсем çапаççĕ хĕрнелле. А. П. Прокоп. † Атăлсем тухат (юхат?) явăнса. Дик. леб. 36. Акă тинĕс хумĕсем, ывăна пĕлмесĕр, пĕрин хыççăн пĕри явăна-явăна пынипе темĕн тĕрлĕ хытă чулсене те тип-тикĕс якатаççĕ. || Об облаках. Дик. леб. 40. Хура тăхлан тĕслĕ хăрушă хум пек пулса, вĕсем явăнса шуса пыраççĕ. IЬ. 56. Çӳлте явăнать хуп-хура пĕлĕт. Наверху вьется черная туча. || О пыли. Сказки и пред. чув. 22. Тусан пырать явăнса. Пыль вьется. || О грязи. Сред. Юм. Çăмăр çуни халь те типмен, пыльчăк ȏрапана явăнса пырать (грязь навивается на колеса). ||О медленном, величественном движении солнца (так толкует КС.). ЧП. Хĕвелсем тухат явăнса. || О колосьях, которые клонятся от тяжести в разные стороны. Ст. Чек. Явăнса ӳсет ыраш (= вăйлă ӳсет). Колосья ржи от тяжести клонятся в разные стороны. || Виться (о птицах и т. п.). Сказки и пред. чув. Ялĕсем çинче кайăк явăнать. Над их деревнями вьются птицы. Толст. III-IV, 122. Вăрăм-тунасем явăнса вĕçсе çӳреççĕ, сĕрлеççĕ. Комары вьются, летают и жужжат. N. Икĕ ангел, икĕ архангел вĕççе килеççĕ пирĕн чуншăн, явăнаççĕ пирĕн çылăхшăн. || Увиваться (с какою-либо целью). КС. Сир. 27. Кам ăслăлăх çурчĕ таврашĕнче явăнса çӳрет, çавă унăн çурчĕ çумне пăта çапса тĕреленет. Якейк. † Эпĕ лартас хĕр панче упа-кашкăр явăнать. Около девушки, которую я хочу посадить (чтобы покатать), увиваются волки и медведи (дикие звери). С. Хорчка пек явăнса çӳрет. Вьется как ястреб. Тоже и о животных. Якейк. † Пирĕн çол çийĕнче корак-çăхан явăнать, эпĕр лартас хĕр панче ялти ача явăнать. (Песня на масленице). КС. Курак-çăхан виле таврашĕнче явăнса çӳрет. Сновать (в переносн. зн.). Ст. Яха-к. Эсир кунта питех явăнса ан çӳрĕр (не толпитесь). Сказки и пред. чув. 75. Ярăнтарса явăнса, шăпăр кĕвви ташлатать.

яр-çутă

яркий свет. Жит. св. Апрель. Çап-çутă, яр-çутă çавăрса илнĕ те, ангел пырса (кĕрсе), вĕсене апат çитерсе тăрантарнă.

ыр-хаяр

(х̚аjар), назв. духов. Аттик. Çĕрле çӳрекен ыр-хаяр, кăнтăрла çӳрекен ыр-хаяр, çакна ĕççе-çисе кайтăр. (Из наговора против «лăп-лап). Цив. Е... ха... мĕн!!! ыр-хаяр çакланнă-çке-мĕн сана! (Из записи А. Етрухина «Чăваш чирĕ», 2) Следующий отрывок взят из не оконченной рукописи М. В. Шевле «Авалхи чăваш ялисем» (1907 г.). Авалхи чăвашсем, Христос тĕнне кĕнĕ пулин те, хăйсен тĕнне хытă тытнă, ăна халĕрех-çих пăрахнă. Авалхи чăвашсем ĕненнĕ тăрăх пĕрех турă пулман, вĕсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăршар турă пулнă. Вĕсем пурте пĕртан пулман, первайхи ушкăнрисем аслисем пулнă, иккĕмĕш ушкăнрисем кĕçĕнтереххисем, виççĕмĕш ушкăнрисем тата кĕçнерехисем пулнă, такки çапа еречĕпе пынă. Тăта кашни ушкăнра уйрăм асли пулнă, ун хыçĕнчен кĕçнерехисем пулнă. Çапа ĕнтĕ пирĕн авалхи чăвашсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăр турă, мĕн пурĕ 81 турă. Вĕсен хушшинче аслисем, кĕçнисем пулнине астусан, вĕсем 81-те турă пулман пулмалла, вĕсен хушшинчен нăмайĕшĕ святой пеккисем, ангел пеккисем-çих пулнă пулмалла, анчах ĕлĕкхи вавашсем вĕсене пурне те пĕрле турăсем тенĕрен, эпир те турăсем тейĕпĕр. Кашни туррăн хăй пăхса тăракан япала пулнă: Акă вĕсем: 1) Таса пĕр турă, пуринчен асли. 2) Пӳлĕхçе, пĕр турăран кĕçни. З) Тур-Амĕш. 4) Пихампар, пĕтĕм çынсене пĕлсе тăракани. 5) Хĕрлĕ-Çыр пĕртак пурнарахпа Св. Николая пĕлтернĕ, ĕлĕк тем тăвакан пулнă, паллă мар. 6) Çĕр-Йыш. 7) Çĕр-Ашшĕ. 8) Çĕр-амĕш. 9) Çĕр Сулу, çĕре сулса парсан илекени. Кама та пулин çиленсен, илĕ вăрççан, таса çĕрте вăрçнине каçар, манан (siс!) ан шыра, çавăнтан кайса шыра тесе тухса çăнăх вĕçтернĕ. Иккĕмĕш ушкăнĕ. 1) Ывăл-хĕр çуратакая турă. 2) Ывăл-хĕр çуратакан амĕш. З) Ывăл-хĕр çуратаканăн Пӳлĕхçи, тоже пĕлсе тăракани. 4) Хунхаççи (так и в черновике рукописи), ӳсен япаласене хуяаттаракани пулнă пулмалла. 5) Хумхаççи, хумхантарса лартакани. 6) Вĕри хĕвелтен сыхлакани. 7) Çил-ашшĕ. 8) Çил-амĕш. 9) Тăвăл çил çӳретекени. Виççмĕш ушкăн. 1) Тыр-пул çуратакан турă. 2) Тыр-пул çуратакан амĕш. 3) Тыр-пул çуратакан Пӳлĕхçи. 4) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан турă. 5) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан амĕш. 6) Выльăх-чĕрлĕх çуратаканăн Пӳлĕхçи. 7) Вĕлле хурт çур такан турă. 8) Вĕлле хурт çуратакан амĕш. 9) Пӳлĕхçи. Тăваттăмĕш ушкăн. 1) Хăмла хăпартакан турă. 2) Хусанта аслă алăкра выртакан ырă. З) Сĕвере выртакан ырă. 4) Шупашкарта выртакан ырă. 5) Аслă (илĕ кив) киремет. 6) Аслă Киремет Ашшĕ. 7) Аслă киремет Амĕш. 8) Аслă киремет хаярĕ. 9) Тӳр-кĕлли. Хусанти, Сĕвери, Шупашкартн ырă, тесе, святой ӳчĕсене каланă пуль. Киремет тесе çынна тытса хутлакан турра каланă, вăл пит усал пулнă, ăна тул çăнăхĕнчен сарçупа çăрса юсман туса панă. Киремет хаярĕ, киремечĕ хушсан, пырса хутлакани пулнă. Тӳр-кĕлли тоже çавăн майли пулнă. Пиллекĕмĕш ушкăн. 1) Çĕнĕ киремет. 2) Çĕнĕ киремет ашшĕ. З) Çĕнĕ киремет амĕш. 4) Çĕнĕ киремет хаярĕ. 5) Çил çунач. 6) Çил хаяр. 7) Хĕвел ашшĕ. 8) Хĕвел амĕш. 9) Хĕвел çунач. Улттăмăш ушкăн. 1) Çĕр-шу кĕтен. 2) Уй пăхакан. З) Шыв вăтăш. 4) Итем сыхчи. 5) Хĕрт-Сурт. 6) Турă умĕнче çӳрекен. 7) Хĕрлĕ-Çыр ырри. 8) Кĕлĕ алăк умĕнче тăракан. 9) Кĕлĕ алăк уçакан. Çиччĕмĕш ушкăн. Ку ушкăнта таврари ырăсене асăннă, çавăнпа эп кунта хамăр таврари ырăсене çырап. 1) Хыçалти Аслă ырă. 2) Юнсарти ырă. 3) Шултрари ырй. 4) Уй пуçĕнчи ырă. 5) Кив масар. Кив масар тесе Йĕршер панчи, тĕне кĕмен чăвашсене чикнĕ масара калаç. Вăл масар халь те пур, унта вилнĕ çын тăпри çине лартнă тем пысăкĕш чулсем халь те мăкланса выртаç. Çав чулсем айне тухатакан çынсем, çӳçсем, кĕпе çухисем вăрттăн касса, тата урăх япаласем те пуçтарса кайса чикеç, теççĕ юмăç карчăксем. Таврари ырăсем тесе вак-твек турăсене каланă. Вĕсене парне памасăр юраман, вĕсем парне памасан çулта-йĕрте вĕсен тĕлĕнчен иртсе кайнă чух хăратса çынна чирлетме пултарнă, парне ларакана тĕрлĕ усалтан сыхланă. 6) Аслă-Вупкăн, выльăхсене пăхса тăнă. 7) Арçӳри. 8) яхăх (ярăх?), кĕсен-çăпан кăларакани пулнă, ăна воздушный (хĕрлĕ пилĕклĕ) пренĕк пăрахнă, хĕш-чух çуршар, чĕрĕкшер пуслăхсем или нухратсем парахнă. 9) Турă-Сулу, турра сулса панине илекен. Саккăрăмĕш ушкăн. 1) Чĕлпĕр тытакан. 2) Итем перекечĕ. З) Уй перекечĕ. 4) Перекет амĕш. 5) Перекет ашшĕ. 6) Перекет паракан. 7) Шултра алапа шыв ăсса килекен. Чӳк тума хур или путек пуснă. Пусас япалана малтан шыв сапса силлентернĕ, силленет пулсан, Ырă ăна пахил илнине, силленмес пулсан, пахил илменине пĕлтернĕ. Силлентерме сапакан шыва Шултра-алапа шыв ăсакани илсе пынă. 8) Тăваççи. 9) Тăтхаççи. Ку кайранхи ик ырă мĕн тăваканисем пулнине юмăç карчăксем те пĕлмеç. Тăххăрăмĕш ушкăн. Ку ушкăнти турăсем мĕн-мĕн ятлисене, вĕсем мĕн япаласене пăхса тăнисене пĕлекен çынна эп ку таранччĕн тĕл пулман-ха, çавăнпа вĕсем çинчен нимех те калама пуятараймастăп. Хам шухăшпа ку ушкăнта тĕрлĕ лăп-лапсене, кăçта килчĕ унта, пахчасенче-мĕнте пулнă йăрăхсене, киреметсене, ар-çӳрисене, ячĕсене каласа асăннă пуль, теп. Авалхи чăвашсен праçниксем те хальхисем пулман. Мун-кун та аслă кĕçнерни кун пулнă. Кашни эрнере вĕсен пĕр праçник пулнă эрне кун, хальхи вырсарни кун вырăнне. Тата чӳксем пулнă. Ак вĕсем: Тăхăр хуран, Çӳлти кĕлĕ, Вăрăм пăтă, Çич кас масарпе аснакан чӳк, Çĕнĕ-тыр-пул чӳкĕ, Хĕрт-сурт пăтти, Сăра чӳк, Вупкăн çӳк, Çăмăр чӳк. Авалхи чăвашсен хальхи поптавраш вырăнне кашни ялта, тĕрлĕ чӳк йĕркисене пĕлекен çын пулнă, ăна чăваш мулли тенĕ. Чăваш мулли ахал, çынах пулнă, ăна никам та суйламан, кам кĕлĕ-йĕркисене лайăхрах пĕлнĕ, çав мулла пулнă. Мулларан урăх, кĕлĕ йĕркисене пĕлекени юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем çын чирлесен чӳксем тунă, арçӳрисене çакăр тураса пăрахнă, тухса киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр пĕр япала илнĕ. Чӳк тунă чух малтан алăка уççа, алăк'' патнелле пахса пĕтĕм турра асăннă. Мулла, калпакне хул-айне хĕстерсе, аллинче çимĕç тытса тăнă, унпа пĕрле ыттисем те хĕш чухне мĕн çимĕс те пулин тытса тăнă. Алăк патнелле пăхса кĕл туса пĕтерсен тин тур кĕтессинелле пăхса сăх сăхнă, унччен сăх сăхман.

чун-илли

ангел смерти. Стюх. Чув. 11. || Назола.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

ангел

сущ.муж.
пирĕшти (тĕн ĕненĕвĕнче — Турă хушнине тăвакан çунатлă ача е çамрăк çын сăнарлă янавар)

херувим

сущ.муж.
херувим (христиан тĕнĕнче — илемлĕ ангел сăнарĕ)

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

ангел

м. прям. и перен. ангел, пирĕшти; ангел мой! савниçĕм, чунăмçăм!

хранитель

м. сыхлакан, упракан, сыхлавçă, пăхавçă; хранитель мирной жизни мирлĕ пурнăç сыхлавçи; хранитель музея музей пăхавçи; ◇ ангел-хранитель пирĕшти.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

пирĕшти

миф. «добрый дух», «ангел»; уйг. периштә, туркм. перишде, казах., к. калп., ног. периште, кирг. бериште, КБ фариштә, узб. фаришта, тур. фериште, башк. фирештә, тат. фәрештә, азерб. пэри «ангел». Заимствовано из перс: фереште «ангел», «вестник».

эсрел

миф. 1. «дух смерти»; 2. «противный, злой человек»; кирг. азазил, азезил, казах. әзәзил, «демон», «бес»; тур. азраил, тат. газраил «ангел смерти». Из араб. и перс. (ӓзраил) «ангел смерти»; евр. азазел «козел отпущения (грехов)».

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

ангел

пирĕшти; хыпар калакан; ӳтсĕр сывлăш, чĕрĕ сывлăш. Вăл (Захария. – Э.Ф.) чиркĕвĕн вăта çĕрти пӳлĕмне ладон шăрши кăларакан пӳлĕмĕн сылтăм енче Ангела (пирĕштие) курнă [Священная 1883:65]; Ангел тенĕ сăмах чăвашла хыпар калакан тени пулать [О святых 1892:4]; Харпăр Святой ушкăнĕсен тропарĕсемпе кондакĕсем. Ӳтсĕр сывлăшсенĕн (ангелсен) [Молитвенник 1896:46]; Пуринчен малтан Вăл темĕн чухлĕ чĕрĕ сывлăшсем (ангелсем) пултарнă, çав чĕрĕ сывлăшсем пурте пĕр çылăхсăр, тап-таса пулнă [Поучение 1897:3–4].

шыва кĕр

тĕне кĕр. Этем шыва (тĕне) кĕрсенех Турă ăна ырă, ӳтсĕр ангелне парать, çав ангел вара этем виличченех унпа пĕрле çӳрет, час-часах ăна тĕрлĕ инкекрен курăнми хăтарать <…> [Объяснительные 1903:49].

çеçен хир

пушă уй. Çав вăхăтрах çеçен хирте (пушă уйра) Иоакиме ангел курăнса каланă: эй Иоаким, Турă эсĕ ыйтнине илтрĕ <…> тенĕ [Главные 1882:5].

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

тинĕс пирĕштийĕ

морской ангел — squatinа [акула тĕсĕ]

Çавăн пекех пăхăр:

анахронизм анахронизмла Аначкасси ангар « ангел » ангина Англи английский англичане англичанин

ангел
Сăмах çăлкуçĕ
грек. angelos — хыпарçă
 
Пуплев пайĕ
 
сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150