Шырав: анлăх

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çĕмеллĕх

(с’ӧ̆мэл’л’э̆х’), назв. меры земли (= çор анлăх). Изамб. К.

анлăк

(анлы̆к), modus agri, i. q. анлăх. Земельная мера. По рус шиш? Пшкрт. шэт’т’инӓрӓ ви’зэ̆ анлы̆к. В десятине три анлы̆к. Ib. С’ор анлы̆к, i. q. (то же, что) араβалы̆к. Хорачка. Анлы̆к = 800 чалы̆ш. Ib. Саҕы̆р ччэ̆рэ̆к = анлы̆к’.

анлăх

(анлы̆х), i. q. авăнлăх, agri modus, quo triplicato теçеттине efficitur; aliis tamen locis alia esse videtur mensura. Мера земли. По сообщению М. Шевле (из Моргар), в одной местности Козм. у., „анлăх“ равняется трети десятины. В Изамбаевой, Козм. у. „анлăх“ равен четырем черĕк (scr. чирэк). В этом же селении вм.. „çор анлăх“ также говорится „çĕмеллĕх“.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

широта

сущ.жен., множ. широты
1. (син. ширина; ант. длина) сарлакăш, анлăш; широта степей çеçен хир анлăшĕ
2. (ант. долгота) анлăх (географире — экватортан паллă хушăра тăракан вырăн); южные широты кăнтăр анлăхĕсем

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

пространность

ж. анлăх, аслă (е анлă, вăрăм) пулни; пространность изложения ытла вăрăм çырса кайни.

ширь

ж. анлăх, талккăш, уçлăх, ирĕклĕх; ширь полей анлă уй-хир; морская ширь тинĕс талккăшĕ; ◇ во всю ширь (открыть, развернуть и т. п.) сарлакан, анлăн; развернуться во всю ширь хĕрсе кай (ĕç), хĕрсе тытăн (ĕçе), талккăшĕпех курăн, палăр (хула, завод т. ыт. те).

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

анлăлăх

п.с. Анлăх (2). Çав анлăлăх кăмăла çĕклет, чун-чĕрене ăнланмалла мар хавхалану кӳрет. В.Тимаков, 1984, 47 с. Ухсай Яккăвĕн илем астармăшĕ — ... анлăлăх, туллилĕх асамĕнче. Х-р, 27.12.2001, 4 с.

анлăх

п.с. 1. Анлă уçă вырăн; уçлăх. Эпир [погра-ничниксем] çил-тăман çаврăнса, ахрашса тăракан тĕксĕм шурă анлăха ыткăнатпăр. В.Алендей, 1965, 21 с. Шур тĕтре пулса вăл [Сывлăмпи] çитнĕ çӳл тӳпемĕр анлăхне. Н.Теветкел, 1982, 91 с. Вĕçсĕр-хĕрсĕр анлăх ăна [ачана] хăй ытамне çавăрса илчĕ. Т-ш, 1993, 35 /, 7 с. Эпĕ вара дельтапланпа вĕçесшĕнччĕ, тĕнче çийĕн виçесĕр анлăхра ярăнасшăнччĕ. Л.Сачкова, 1996, 108 с. — ВЧС, 1971, 872 с. 2. Анлăш, талккăш, лаптăкăш. Çĕршыв анлăхĕ тĕлĕнтерчĕ ĕнтĕ икĕ пĕчĕк чуна. В.Элпи, 1983, 96 с. Кунашкал эпикăллă анлăх Агиверăн яланах новелла формипе шайлашать. Г.Федоров, 1996, 173 с. Тĕнчене хăвăр ăсăрпа виç енлĕ анлăх ăнлавне хĕссе кĕртсе лартнă та, çав картаран тухаймастăр. В.Эктел, 1996, 70 с.

инçетлĕх

п.с. Инçет, ката; уçлăх, анлăх (туп.). Йывăç тĕмĕсем ... шупкалса пыракан инçетлĕхре пач палăрми пулса, куçран çухалаççĕ. П.Афанасьев, 1985, 46 с. Пĕтĕм инçетлĕхе юр чаршавĕ картланă. Н.Мартынов, 1985, 30 с. Мĕскĕнлĕхпе вак шухăшсен купи çĕтет те, карăнать инçетлĕх. Г.Ирхи, 1991, 51 с. Тĕтресĕр уçă ирпе, инçетлĕхре-горизонтра пулин те, вăрман курăнать. Х-р, 12.09.1996, 3 с. — уй инçетлĕхĕ (А.Медведев, 1941, 15 с.); шыв инçетлĕхĕ (Хв.Агивер, 1984, 91 с.); тинĕс инçетлĕхĕ (Х-р, 27.06.2003, 3 с.); кăн-кăвак инçетлĕх (Н.Теветкел, 1964, 78 с.); асăмри инçетлĕх (Г.Юмарт, 1983, 14 с.); тӳрем инçетлĕх (Св.Асамат //П-н, 1990, 2 /, 15 с.); — инçетлĕхе йыхăр (В.Эктел, 1996, 58 с.); инçетлĕхе çывăхлат (Ю.Сементер //Я-в, 1999, 11—12 /, 9 с.).

каçалăк

п.п. Хутлăх, анлăх, талккăш; область, сфера. Çавăнтанпа вара Василий Филиппович культурăпа çутĕç каçалăкĕнче ĕçлет. С.Шавлы, 1968, 100 с. Тырра халь каçалăкпа вырмаççĕ. Анчах аслă пурнăç уй-хирĕнче кашни çыннăн хăйĕн каçалăкĕ пур. А.Эсхель, 1983, 155 с. Пурнăç нушине çамрăклах хуçалăх ĕçĕн тĕрлĕ каçалăкĕсенче астивнĕ. Я-в, 1995, 9 /, 57 с. Вăкăр умĕнче анлă каçалăк уçăлать, пур пуçару та ăнăçать. Х-р, 11.04.1998, 8 с. — ĕç каçалăкĕ (Хв.Уяр, 1978, 30 с.); проза каçалăкĕ (Ю.Артемьев, 1980, 86 с.); чун каçалăкĕ (А.Емельянов, 1985, 346 с.); литература каçалăкĕ (Э-и, 1992, 11 /, 5 с.; УС, 1999, 46—47 /, 7 с.; С-р, 2002, 40 /, 6 с.); наука каçалăкĕ (Х-р, 24.08.1993, 3 с.); пултарулăх каçалăкĕ (Ç-т, 1999, 1—2 /, 29 с.); кун-çулăмăр каçалăкĕ (А.Смолин, 1999, 40 с.); çырулăх каçалăкĕ (Х-р, 9.01.2002, 4 с.).

Çавăн пекех пăхăр:

анлăлан анлăлантар анлăлат анлăн « анлăх » анлăш анла анлан анлат Анна

анлăх
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150