Шырав: аякри

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

аякри

1.
далекий, дальний, находящийся вдали
аякри çутăсем — далекие огоньки
аякри районсем — дальние районы
эпĕ аякрисем — я из дальних мест

аякри

2.
дальний (о родстве)
аякри тăван — дальний родственник

кӳршĕ-аршă

собир.
соседи
Кӳршĕ-аршă аякри тăвантан паха. — посл. (Добрые) соседи дороже дальних родичей.

ракурс

ракурс (япалан аякри пайĕсене пĕчĕклетсе ӳкерни)

тăван

родной, находящийся в родстве
арăм тăванĕ — родня жены, родственник по женской линии
аякри тăван — дальний родственник
çывăх тăван — близкий родственник
тач тăван — близкий родственник
чĕре çумĕнчи тăван — самый дорогой, самый близкий родственник
 
тăван анне — родная мать
тăван мар анне — мачеха
тăван атте — родной отец
тăван мар атте — отчим
тăван аппа — родная старшая сестра
тăван ача — родной ребенок, родное дитя, чадо уст.
тăван ăру — кровная родня, родня по прямой линии
тăван хĕр — родная дочь
тăван мар хер — падчерица
тăван ывăл — родной сын
тăван мар ывăл — пасынок
Тӳрĕ калакан тăванне юрайман. — посл. Правдивый и родне не угодил.

хурăнташ

родственник
родня
разг.
аякри хурăнташ — дальний родственник
çывăхри хурăнташ — близкий родственник
хурăнташ аппа — двоюродная сестра
хурăнташ йăмăк — троюродная сестра
хурăнташ пичче — двоюродный брат
хурăнташ шăллăм — троюродный брат
хурăнташ ывăл — племянник
вĕсем хурăнташ пулнă — они породнились

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сиксе ӳк

перепрыгнуть, переброситься. Баран. 126. Тилĕ — хытă чупать. Вăл пит аякка сике-сике ӳкет. Орау. Пĕр луткă çинчен тепĕр луткă çине сиксе ӳкрĕ (перепрыгнул). КАЯ. Эпĕ ниçта кайса кĕримасăр, шари-шари!.. макăратăп, атте çапнă майпе пĕр вырăнтан тепĕр вырăна сике-сике ӳкетĕп. Ачач 98. Чуман кĕсре, кайри урисем çине тĕрекленсе, сухапуç туртисем-мĕнĕпех çӳлелле сиксе ӳкме тăрать. ТХКА 78. Вăрăсен лаши каялла сиксе ӳкрĕ, тет те, нимпе те малалла каймасть, тет. Толст. Лешĕ хӳрине хĕстерсе аяккинелле сиксе ӳкрĕ. || Перебрасываться, быстро переходить с места на место. См. йăлт-ялт. Баран. 125. Юр çăвиччен йĕннине кĕрсе ĕлкĕреймесен, йĕнни патне аякри тĕм çинчен сиксе ӳкет (медведь). || Вздрагивать. Баран. 46. Ача аташа пуçлать, сике-сике ӳкет; ик кунтан вилет те (после укуса гадюки). || Перекинуться, переметнуться, переброситься (об огне во время пожара). Якейк. Вот йонашар кил çине сиксе ӳкрĕ. Пожар перешел на соседний дом. Т. IV. 14. Авăн хурсан, сиксе ӳкесрен эсĕ упра, эсĕ сыхла. || Вылететь (о горячем угольке из печки). Собр. Кăмакаран вутă сиксе ӳксен, усал çын килет, теççĕ. (Послов.).

çите

дееприч. слитное от çит. N. Кайма вăхăт çите пуçларĕ. Чаду-к. Лашана тупрăм та, утлантăм, каятăп, пĕр кĕпер патне çитех тăнă (вдруг подьехал). || В срав. степени, иногда с афф. твор. падежа. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 17. ТХКА 78. Асатте сĕлĕ миххине улăм чикнĕ те, улăма спичкĕпе вут тивретнĕ. Хăвалакансем çитерех парсан (когда приблизились), çул çине, мăкăрланса çунакан миххе вĕсен лаши умне йăлт ывăтнă. N. Пӳрт алăкĕ умне çитерехпе. Регули 299. Яла çитерехпе (когда я приблизился или мы приблизились) хĕвел ансах ларчĕ. Урмай. Старик качакасен пӳрчĕ патне пăрçа хăмăль тăрăх хăпарса çитерехпе тарт! пăсарса ячĕ, тет. Регули 1376. Яла çитерехпе (приблизившись к деревне) илтрĕм кăçкăрнă сас. || До (посделог). НАК. Эпĕ çав охоттăра ирхи апатран пуçласа хĕвел анас вăхăталла çитех çӳресе те пĕр кăвакал анчах тыттăрăм. ЧП. Сĕм вăрманти вăрăм чăрăш кутне çитех лăс турат. N. Ăна пĕтĕмпе салатса пăрахнă; аллисемпе урисем, пуçĕ таçта çите ывтăнса кайнă. || С усилит, частицей „ех“ указывает на действие, совершившееся вдруг, неожиданно, или быстро, или как раз в известный момент, или без долгого обдумывания. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 9. Чав. й. пур. 22. Хĕр килне çитех тарнă иккен. Ib. 20. Иванĕ çавна çĕклесе пынине илтсен, килне çитех тарнă вара (убежал домой). Истор. Лешсем ăна та пăхман, Воронцова Костромана çитех янă. Ib. Папа патне çитех тарнă. Ib. Мстислава пит аякри хулана, Тмутаракане çитех янă.

тумра

(тумра), балалайка. СПВВ. Тумра = тăмра. N. † Çак ялăн укалчине тыттарар-и тумра хĕлĕхпе. Утăм 27. Çанталăк та паян çĕнĕ тумра, ашкăнмасть сивĕ çил паян кун; аякри вăрман халĕ ман умра: ытла та савăнат çамрăк чун.

тваралă çу

то же, что тăваралă çу (сырок, облитый коровьим маслом). НИП. Тваралă çу ăшне пиçнĕ, шуратнă çăмартана çурмаран çурса яраççĕ, ăна вара аякри çула каймалла пулсассăн парса яраççĕ (савăчĕпех).

шăн-шан

подр. дрожанию стекол; подр. звонкому шуму. Ядр. Чӳречене шăн-шан тутарса тарчĕç (стукнули). N. Шăн-шан, звон (ведра). СТИК. Лашасем витере тапăçаççĕ пулас, вите алăкне шăн-шан тутараççĕ. N. Шăн-шан илтĕнет (шум или недостоверные сведения). Сред. Юм. Кăçта та пулса çынсем вăрçни илтĕнет пулсан, аякри çĕртен пăртак хыпар илтĕнсен: шăн-шан илтĕнет, тесе калаççĕ. Ib. Ку яхăнта сирте мĕн шăн-шан илтĕнет-ха? Çĕнтерчĕ 37. Тулта шăн-шан! туни, халăх кĕрлени илтĕнет. Шорк. Вăрманта шăн-шан туни илтĕнет, шанкă хуçаççĕ пулмалла.

аяк

(аjак), latus; pars; ripa; paries, бок; сторона, берег; стена. КС. Манăн аяк ыратать. У меня болит бок. Ib. Манăн аяк чикет. У меня колотье в боку. Изамб. Т. Кайсан-кайсан, эпир çул аяккинелле пăрăнакан (лучше: пăрăннă) икĕ лаша йĕре куртăмăр. Проехав некоторое расстояние, мы заметили два лошадиных следа, которые шли в сторону от дороги. ЧП. Сирĕн пӳрт аяккинчен юр кайнă. Снег, лежавщий у вашей избы, сошел. КС. Хыт çĕрте выртса, аякăм (i. q. аяккăм) хăпарса туххăр пуль. От лежания на жестком у меня, наверное, бока распухли. Çырманăн ку аяккинче, на этой стороне оврага; çырманăн леш аяккинче, на той стороне оврага. Букв. 1908, 16. Çав турпас татăкĕсене купаласа, вĕсем пӳрт тунă. Малтан аяккисене купаланă, унтан тăррипе тунă. Из этих обломков щепок они склали избу. Сначала склали стены, а потом сделали крышу. || Huius nominis tertius, quartus quintnsque casus adverbiorum more longinquitatis significandae causa usurpantur. Дат.-вин., местн. и исходн. падд. этого сущ. также употребляются в значении. наречий, означающих отдаленность. Аякка, longe, procul (eum locum significat, quo aliquis iter faciat), в сторону; далеко (указывая направление действия); аяккарах, longius, remotius (turn quietera, turn motum significat), дальше в сторону; подальше (означая как направление, так и место действия); аяккалла, locum remotiorem versus, в сторону; аяккарахра, in loco remotiore, подальше (на вопр. где?); аяккарахран, ex loco remotiore, из более отдаленного места; аякра, longe, procul (locum denotat, ubi aliquid sit vel fiat), далеко, вдали (указывает место действия); аякрарахра, longius (locum, ubi aliquid sit vej fiat, sign.), подальше (на вопрос где?); аякран, a longinquo, e longinquo, издали; аякрарахран, ex loco remotiore, более издали, из более отдаленного места. || Hue adiectiva pertinent, ab iisdem adverbiis derivata. Сюда относятся и прилагательные, образованные от этих наречий. Аякри, longinquus, remotus, дальний; remotiore loco orinndus, дальний (т. е. родина которого далеко); аякрисем, remotiore loco orinndus vel oriundi (utriusque numeri vim habet; v. Оп. чуваш. синт. § 59), дальний по происхождению, родина которого далеко (имеет значение как ед., так и мн. ч.); аяккарахри, аякрарахри; аяккараххи (hoc absolute tantummodo usurpatur), remotior; e remotiore loco oriundus, более дальний; происходящий из более отдаленного места. Аяккараххи употребляется только во 2-й форме, т. е. без определяемого имени; аяккалли (аjаккаλλиы), ulterius situs, ulterior, находящийся по паправлению в сторону от чего-либо или далее чего-либо. КС. Вăсем аякка кайнă. Они ушли далеко, т. е. в отдаленное место. Ib. Вăсем ялтан аякка-а (аjаккŏ) кайнă та, тапратнă тавлашша чупмашкăн. Они отошли далеко (усиление) от деревни и начали бегать взапуски. ЧС. Ĕнтĕ кăшт аяккарах кайса тăтăм. Тут я отошел несколько подальше (или: в сторону). Ib. Вĕсенчен аяккарах (i. q. аяккарахра) пĕр пысăк сысна кĕтĕвĕ çӳренĕ. В стороне от них паслось стадо свиней. Ст. Чек. Унтан аяккарах каймалла. Надо итти несколько дальше того места. Ib. Вăл тата аяккарах. Это ее дальше. КС. Вăсем ятлаçма тапратрĕç те, эп шурăм аяккалла. Они стали браниться, и я отошел всторону. Ib. Вăл ялтан аяккарахра тепĕр ял пур. Несколько в стороне от этой деревни есть другая. Ib. Эс арăмна аяккарахран ил. Ты возьми жену из более дальней местности. Ib. Эс аяккарахранах çавăрнса кил-ха. Ты уж сделай более далекий обход (или: обьезд; -ах выражает настойчивость или большую отдаленность). Ст. Чек. Тула аяккарах кайса лар. Усядься за нуждой (exonera alvum) подальше (от нас). Т.-И.-Шем. Унтан, вутне (улăмне) чĕртсе ярса, хĕвеле хирĕç виçĕ хут купăс каласа, алă çупса, ташласа, вут тавра çаврăнаççĕ: малтан аяккарахран çаврăнаççĕ, иккĕмĕш хут вут çывăхĕнчен çаврăнаççĕ, виççĕмĕш хут вара, вут çумĕнченех çаврăнса урисемпе ташласа таптаса, вута сӳнтереççĕ. Потом зажигают солому и трижды обходят вокруг огня, против солнца, с пляскою, играя на скрипке и хлопая в ладоши. Сначала они обходят держась подальше от огня; во второй раз — близко к огню, а в третий — около самого огня, при чем пляшут и ногами затаптывают костер. Альш. Йăран-йăран купăста, йăранĕ хушши аякра. Целые гряды капусты, на широком расстоянии одна от другой. Вĕсем (пит) аякра пурăнаççĕ. Они живут (очень) далеко | Меtaphor. Переносно. Крат. раз. 28. Кирек мĕнле çылăхран та аякра тăрать. Он далек от всякого греха. | Ст. Чек. Кăшт аякрарах пулĕ. Вероятно, это будет подальше. Кошк. Вĕсем вăл шертепе ăна аякран тĕртсе ярас тенĕ. Они хотели столкнуть его этою жердью издали (в воду). Т.-И.-Шем. Тrans. Малтан пынă чухне евчи хĕр ашшĕпе амăшне тӳрех каламасть, аякран пуçласа, çавăрса илсе, калать. В первое посещение сватун не сообщает родителям невесты о целях своего посещения прямо, а начинает свою речь издалека. Радон. Мăнастир патĕнчен иртсе каякан çĕнĕ çулпа кайман, мăнастиртен аякрарахран иртсе каякан кив çулпа тӳрĕ кайнă. Он не пошел по новой дороге, которая шла около монастыря, а пошел прямо, по старой дороге, проходившей несколько дальше от обители. || Альш. Аякри пуян пулса килеççĕ, тет те кусем (= кĕсем), хĕре килĕшеççĕ, тет. Они приехали, приняв на себя вид дальних богатых людей, и сосватали девушку. Эсĕ ăçтисем? — Аякри (или чаще: аякрисем). Ты откуда? (или: ты откуда будешь? ты чей такой будешь?) — Я дальний. Ст. Чек. Эпĕр, ачам, аякрисем пулатпăр. Мы, дитя мое, дальние (т. е. наша родина далеко). Ст. Чек. Ялтан аякрарахри (или: аяккарахри) хурăнсене касса пĕтернĕ. Те березы, которые росли подальше от деревни, все срубили. Ст. Чек. Пиртен чут аякрарахрисем выçăпа та аптăранă. Те, которые живут немного подальше от нас, даже голодали. Череп. Эпир, аяккараххисем, çавăнтах юлаттăмăр. Мы, более дальние (т. е. у которых родина была дальше), оставались тут же. Ст. Чек. Унтан аяккараххисем килĕнчен малтан тухса карĕç. Те, которые живут подальше (названного места), выехали из дома раньше. КС. Унтан аяккаллисене кунтарах исе хурăр. Те, которые (лежат) дальше его (ее), положите сюда поближе. Ст. Чек. Унтан аяккаллисене выçлăхра тырă параччĕç (i. q. паратьчĕç). Более дальним раздавали во время голода хлеб. N3. V. айăк.

алтчăра

(Альш., Изамб. Т. , СТИК. алζ’ы̆ра, ubi л durum est: apud eeteros muitos, ал’ζ’ы̆ра, ал’џ̌ы̆ра), praestringi, turbidum fieri (de acie ocufurum dicitur), ослепляться (ярким светом, яркими красками), прийти в такое состояние, когда все рябат, и когда перестаешь асно различать предметы; мутнеть (о глазах). Ст. Чек. Куç алчăрат (ал’ζ’ы̆рат) = куç саланат (нимĕне те ретлĕ курмас), т. е. глаза разбегаются и ничего не могут разглядеть. СТИК. Ку тавар çине пăхсан куç алчăрат. Если смотреть на эту материю, то глаза разбегаются и не могут сразу рельефно видеть предметы. Ib. Куç алчăраса кайнă. Глаза разбежались. Альш. Аякри япалана пăхрăм-пăхрăм та, куç алчăраса кайрĕ. Я долго смотрел на отдаленный предмет, и у меня зарябило в глазах (стало трудно смотреть). Изамб. Т. Пĕр-пĕр япала çине тилмĕрсе пăхсассăн куç алчăраса каят. Если пристально смотреть на что-либо, то начинает рябать в глазах. Баранов. 55. Тарасăн куçĕ-пуçĕ алчăраса вăл минкĕресе кайнă. У Тараса помутилось в глазах, и он обеспамятел. Ал. цвет. 9. Çакăн пек тĕлĕнмелле япаласенчен хуçан куçĕ алчăрасах кайнă. От таких диковинок у купца в глазах зарябило. Н. Карм. Куç алчăрарĕ: хĕвел çине нумай пăхма хал çук, куç алчăраса каять. В глазах зарябило: нельзя долго смотреть на солнце, так как свет его ослепителен для глаз. || О сохр. зд. Вĕсем салхуланаççĕ, тĕлерсе пуçне усса тăракан пулаççĕ, куçĕ-пуçĕ алчăраса каять. Они (животные) становятся скучными и сонными, опускают голову книзу, глаза у них делаются мутными и теряют всякое выражение.

кампас

компас. || Подзорная труба. Сред. Юм. Кампаспа пăх. (Аякри япалана панче кăтартакан трупа, подзорная труба).

ăшă выляни

марево. Сред. Юм. Паян пит хĕрӳ, ăшă вылянипе аякри япаласем курнаймаççĕ. Сегодня очень жарко, от марева не видать далеко находящихся предметов. Ib. Çулла, пит хĕвел хĕртсе пăхнă чохне, аяккалла пăхсан, аякри япаласен патнелле вастух(= сывлăш) чипер тăмас, çавна: ăшă вылать, теççĕ.

ярăн

(jары̆н), катиться (с горы), качаться (на качели или на волнах); скатиться. Т. П. Тимĕр така ту ярăнать. [Хăй (= хăйă) чĕлни]. Вир-ял. † Улача кĕпе, ука çуха, ярăнчĕ-анчĕ (соскользнула) шыв çине. Сала. † Улăхрăм çӳлĕ эп ту çине, ярăнса антăм (скатился) Самарăн шывĕ çине. Якейк. Атисам пасара кайнă, катаччи ярăнса илтĕм. Родители отправились на базар, я покатался (на лошади). Сред. Юм. Ярнас: ту çинчен; сăрт çинчен; çакса янă вĕрен тăрăх. КС. Пĕр каска шывра ярăнса (качаясь) юхса пырать. Коракыш. † Çинче çырма çичĕ кукăр, ярăнса юхма ирĕк çук пулчĕ. Б.-Янгильд. Пăр çинче ярăнни. Катанье на льду. Якейк. Кӳлĕ çине кайса, кĕт ярнса килтĕмĕр (покатались). Кошки. Манкăлтăкĕ урамра çунапа ярăннă. Ала 90°. Е тата пăр çинче ачасемпе пĕрле, çара-урайĕнех чупа-чупа пырса, ярăна-ярăна каяччĕ. N. Ярăнаççĕ ту çинчен. Катаются с горы. Йӳç. такăнт. 18. Эпĕ вĕçтеретĕп ярăнма (бегу кататься). Т.К. † Хăпартăм çӳлĕ ту çине, ярăнса антăм (скатился) мерчен лавккине. (Хĕр йĕрри). Кан. 1927, № 220. Питĕ пысăк чул купи ярăнса анас патнех çитнĕ. || Пуститься (напр., в бег). Хурамал. Сасартăках арăслан сик-тух та, пăлан хыççĕн ( =хыççăн) ярăна пар. N. Тилли: эй, конта лат мар, кив çăкăр-тăвара манаççĕ çав, терĕ, тет те, вăрманалла ярăна пачĕ, тет. Собр. † Вунікĕ хĕр пĕр матка ярнайраççĕ (идут плавной походкой, с изв. скоростью) пасара. || Перескочить (длинным прыжком). КС. Кашкăр пек ярăна патăмăр. Мы перескочили через загородь как волки. IЬ. Лаша карта урлă ярна пачĕ (или: пĕреçех ярăнтарчĕ, перескочила одним прыжком). || Заливаться, петь долго, протяжно, с увлечением. Хурамал. † Шăпчăк авăтать ярăнса хăяхпалан хăмăш хушшинче. Н. Лебеж. † Шурă автан, ай, ярăнса авăтать. Юрк. † Шап-шурă хурăн турачĕ çинче ярăна-ярăна вăл авăтат (протяжно, но с перерывами). Пазух. Паштак вăрман варринче, ылттăн юман тăрринче, куккук ярăнса авăтать. Ст. Чек. Ярăнса юрла. Петь, вытянув шею (птица; очень сомн.). || Увлекаться. Выляма ан ярăнăр. Не увлекайтесь играми? (Из письма). Посл. 186,8. Тӳрĕ кăмăллă, иккĕлĕ калаçман, эрехе ярăнман... çынсем. Исп. Вăйя ярăнмарăн-и? (ермерĕн-и?). Не увлекался ли играми? Сред. Юм. Кăçта ȏ кăçал, ытла вăйя пит ярăннă. Так говорят, если достаточно большой мальчик не работает. Янш.-Норв. Ярăнса юрлать. Поет с увлечением и наслаждением. || Плавать, двигаться плавно. Тяптя. Пăкăр (= пăхăр) çăлта пăкăр курка ярăнса çӳрет, тет. В медном колодце плавает медный ковш. Шурăм-п. № 19. Шӳрпи çинче çу ярăнса çӳрет, вăл та апат тутине нумай кӳрет. В супе плавает сверху жир, и он придает большой вкус еде. Сир. 116. Çăмăл ким шыв çинче ярăнса пынă пек. Как легкая лодка плывет по воде. Сказки и пред. чув. 19. Уйăх мĕлки пашалу пек кӳлĕ тăрăх ярăнать. Якейк. Полăсам пĕвере ярăнса çӳреççĕ (плавными движениями двигаются вперед). IЬ. Вăл ярăнса отса карĕ. Он зашагал широкими шагами. Макка 41. † Ах, тантăшçăм, тантăшçăм! ярнайраттăн-килеттĕн. Сред. Юм. Хорчăка ярăнса çӳрет. Ястреб летает плавно. Сказки и пред. чув. 24. Вĕри-çĕлен вĕçтерет, сывлăш тăрăх ярăнса. Дик. леб. Акăшсем сасартăк калама çук хăвăрт аялалла ярăнса (плавно) ана пуçларĕç. Баран. 14. Аякри тăвăн хĕрринчен, ăмăрт кайăк çĕкленсе, вĕçсе килет ярăнса (парит). Собр. † Ярăнса-ярăнса юртакан, хăйте чуптар кĕсре тьыхисем (scr. тихисем). Сир. ХLIII, 15. Вĕçен-кайăк пек пĕлĕтсем ярăнса тухаççĕ («вылетают»). По толкованию Янш.-Норв. это значило бы: «выплывают полосой»). || Пускаться в рост. Беседа о земл. Çамрăкла кирек мĕнле выльăх та пĕве ярăнать (хывать). Сала 252°. † Пирĕн атте хĕрĕне (= хĕрне) ярăнса ӳсме ирĕк çук. С. Тим. † Кăчухнехи çамрăк ачасене ярăнса ӳсме ирĕк çук. Шишкин. † Йотри каччи, хора ачи, тĕксе яма полмарĕ; ярăнса ӳсес чох тытрĕç пачĕç качча. Хурамал. Пĕчĕкçĕ пĕр пуççăм, çамрăк чунçăм, ярăнайса (свободно, без препятствий) ӳссе те пулмарĕ. Н. Байгул. † Кил-карти варĕнче хурăна ярăнса ӳсме ирĕк çук. А. П. Прокоп. Ылттăнпалан кĕмĕл, ай, айĕнче ман çамрăк пуç ӳсет ярăнса. Синьял. † Эпир ярăнса ӳснĕ чух, хаяр куçпа ан пăхăр. || Размахиваться. Изамб. Т. Усем вара пурте ярăнса утă çулаççĕ. Потом все они косят сено, размахиваясь. Урмай. † Вăрăм варта вăрăм хĕр ярна-ярна (= ярăна-ярăна) ут çулат. Якейк. Ярăнса çолса пырать (-пусăккăн кастарса, хытă çолса пырать). || О крупных шагах. КС. Ярăнса ут, шагать крупным шагом. || О плавной, равномерной походке. Ау 160°. Ах, йăмăкçăм (çавă пур), ярăнса утса пынă чух, ярăм шăрçанăн курна(т)тăн. Ч.П. Якур килет ярăнса, Мертлĕ хĕрне хĕрĕнсе. || Издавать особый долгий звук — чăрр (ч'ŏрр); гов. о «горле». КС. Пыр ярăнать ― в горле особый долгий звук: чăрр. IЬ. Пыр ярăн чĕ, сăра ĕçмелле пулĕ, теççĕ. Козм. Пыр ярăнсă кайсан: сăрана ку ĕнтĕ, теççĕ (предвещает выпивку). Н. Чукал. Пыр ярăнсан, е сăра, е эрех ĕçмелле пулат, теççĕ. Сказки и пред. чув. 73. Ялти тантăш-тăвансен пырĕ тĕпĕ ярăнать. || Увлекаться делом. Кошки. † Ярăнса çӳçме тураттăм (погрузившись в это дело). || Гулять на приволье. Юрк. † Ялăм, ялăм янтав пек; ыррăн ярăнса çӳремерĕм, çапах салтак туса ячĕç. || Привеситься. Юрк. † Ылттăн алка пулăтăм (= пулăттăм), анне хăлхине ярăнăтăм.

мамали

то же, что мамале. Чакă (Аслă-Патĕрел р.). Мамали сăмах çакна пĕлтерет. Ĕлĕкхи çынсем кĕлет каштинчен сурпан пуçĕнчен тунă хутаç çакса хураççĕ. Çав хутаçа вара кил хуçи е выльăх-чĕрлĕх чирлесен, е ача-пăча чирлесен, асăнса: çавăнти (в такую-то) чиркĕве кĕлле каяп, тесе, укçа хурать. Çак кил хуçи çавăнта çулталăкчен укçа ярса пырать. Çулталăкран вара хăй асăннă çĕре кĕлле каять те, çак укçана çурта çутса, çурта çутса пĕтменнине кулаç (шур çăкăр) çисе, эрех ĕçсе пĕтерсе килет. Çак çын килтен тухса кайнă чух никама та курма юрамаст, яла килсе кĕнĕ чух та, никама та курма юрамасть. Вара çапла аякри чиркĕве кайса килнине: ăсатса килнĕ, теççĕ. Урăхла каласан, мамали пулать. Ку сăмаха Чакă ялĕнче, Аслă-Патĕрел р. калаççĕ.

мĕкĕл-мекĕл

подр. ряби, мельканью. Альш. Темĕскерле манăн куç тĕрĕс кăтартмас, аякри япаласем мĕкĕл-мекĕл курăнса каяççĕ (рябит). Сред. Юм. Мĕкĕл-мекĕл, не ровно. Ib. Тĕшек çине тем чикнĕ, мĕкĕл-мекĕл лекет хăй.

Эл-кӳл

(к̚ӳл’), назв. известного озера в Цив. у. Нюш-к. Нюш-к. Эл-кӳлрен Эл-кӳл пырĕ юхса анать (впадает в Маштаващ). Нюш-к. Эл-кӳл мĕнле пулни çинчен халăхсем хушшинче калакан юмах. Ĕлĕк-авал Эл-кӳл вырăнĕнче çаран пулнă, теççĕ. Çав Эл-кӳл вырăнĕнче аякри чăвашсем çаран çулнă чухне, утаманĕ виçĕ лашапа пычĕ, тет те, утă çулакансене сирĕлме хушрĕ, тет. Çынсем сирĕлсессĕн, утаманĕ куçран çĕтрĕ, тет. Вара çаран вырăнне шыв тухса тулчĕ, тет.

ыран

(ыран), завтра. Орау. Ыран кил, вара туя çĕн атăпа каян. (Иносказательное выражение?). Юрк. Ку çăмăлăрпа (по этому делу) эсир ман патма ыран килĕр. N. Паян тутă-тăк, ыран-хишĕл ан хуйхăр: ыран урлă çĕр пур, теççĕ (т.-е. до завтра еще остается целая ночь). Завражн. Сорхори ыран полать тенĕ чох тин (только накануне) киле тохса карăмăр. IЬ. Сорхори ыран полать тенĕ кон киле çитрĕмĕр. Изамб. Т. Ыран вырма каяс тенĕ чухне (накануне жатвы). Ыран туй пулас, тенĕ чухне (накануне свадьбы), аякри хурăнташĕсем килеççĕ. Рег. 1183. Ыранпа паян (сегодня и завтра) ĕçлĕпĕр. Чист. Раштав ыран тесен (накануне Рождества), каççине кĕлле каяççĕ. Пухтел. Ыран мар, пĕр куна, после завтра. К.-Кушки. Кăçал пирĕн ут çулма Питравкка ыран тесен (накануне Петрова дня) тухрĕç.

имĕш

(имэ̆ш), будто бы; говорят, что. Юрк. Сирĕн Курмăшри (чит.: Кăрмăшри) фотографăн чăваш кĕлеткисем (снимки) пур имĕш. Бюрганский. Ĕлĕк авал имĕш чӳк тунă чухне çын пусма хунă, тет, унтан вара турă, этеме хĕрхенсе, ун вырăнне така пусма хушнă, тет. Юрк. Петр Петрович, эсĕ имĕш татах вырăнсăр тăрса юлтăн, теççĕ; вăл хыпар тĕрĕс-и? IЬ. Эсĕ утилни вăрманне каснă имеш; вăл ĕç тĕрĕс-я, тĕрĕс мар-и? СТИК. Ваттисем каланипе, сăвăр пуян аччинчен пулса кайнă имĕш. О Японии. Таса вырăнсене çынсем юри аякри çĕрсенчен кĕлтума. пуççапма çӳреççĕ. Аякка кайса кĕл туни Японсен шухăшĕпе пит сăвап. Çапла аякка кайса çӳреме пĕр таса (святой) çын хушнă имĕш. Ст. Чек. Вăл имĕш вара (или: вара имĕш) ăна хĕненĕ. Он его будто-бы прибил. || Догадка, слух. СПВВ. «Имеш: вăл имĕшпе-кăна калать = будто; но догадке». IЬ. «Имĕш = будто: вăл имĕшпе çӳрет; вăл пирĕн пата килнĕ имĕш те каланă имĕш». Альш. Чиркăва куçарма саккун çук, тет, имĕш.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

глубокий

прил., глубоко нареч.
1. (ант. мелкий) тарăн; глубокий колодец тарăн çăл; глубоко нырнуть тарăна чăм
2. (син. отдалённый) инçетри, аякри; в глубоком тылу фронтран инçетре
3. (син. сильный) пысăк, вăйлă, çирĕп; хытă, питĕ; глубокий ум пысăк ăс; я его глубоко уважаю эпĕ ăна питĕ хисеплетĕп ♦ хранить в глубокой тайне вăрттăн упра, ан пĕлтер; в глубокой старости ватăлса çитсен

далекий

прил., далеко и далёко нареч.
1. (син. дальний, отдалённый; ант. ближний) инçе, инçетри, катари, аякри; далёкие горы катари тусем; отсюда видно далеко кунтан куç инçе курать; зайти далеко в лес вăрман варрине кĕрсе кай
2. (син. давний; ант. близкий) тахçанхи, ĕлĕкхи, авалхи; в далёком прошлом тахçан ĕлĕк ♦ далеко не молод çамрăках мар ĕнтĕ; он далеко пойдёт унăн малашлăхĕ пысăк; до этого ещё далеко унччен вăхăт нумай иртет-ха; далеко зайти чĕрре кĕрсе кай, картран тух; ему далеко за сорок вăл хĕрĕхрен иртни чылай пулать

дальний

прил. (син. далёкий; ант. ближний)
инçе, инçетри, аякри, катари; дальние страны аякри çĕршывсем; Дальний Восток Инçет Хĕвел тухăç; поезд дальнего следования инçете çӳрекен поезд ♦ дальний родственник аякри хурăнташ; без дальних слов ытлашши калаçса тăмасăр

крайний

прил.
1. (син. отдалённый) аякри, хĕрринчи, айккинчи, инçетри; крайние дома деревни ял хĕрринчи пӳртсем; на Крайнем Севере Инçетри Çурçĕрте
2. (син. предельный, последний) юлашки; крайний срок уплаты налогов налог тулемелли юлашки вăхăт
3. (син. исключительный) çивĕч, кирлĕ; питĕ; крайне необходимо питĕ кирлĕ; в крайнем случае ытла та кирлĕ пулсан

отдаленный

прил. (ант. близкий)
инçе, инçетри, аякри; отдалённые места инçетри вырăнсем; отдалённое родство аякри тăванлăх

родственник

сущ.муж., родственница жен.
тăван, хурăнташ; дальний родственник аякри хурăнташ; близкий родственник тӳрĕ тăван

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

далёкий

инҫе (ҫул), аякри, катари, янҫери, инҫетри; ют; мы с ним люди далёкие эпир унпа ют ҫынсем (ҫывӑх ҫынсем мар).

даль

ж 1. инҫет, аякри вырӑн; 2. куҫа курӑнакан инҫет; туманные дали кӑшт кӑна палӑракан инҫет.

дальний

аяк, аякри, катари, инҫетри; инҫери; дальний путь аяк ҫул, инҫе ҫул, вӑрӑм ҫул; дальние деревни аякри (инҫетри) ялсем.

дорога

1. ҫул, ҫул-йӗр; большая дорога мӑн ҫул, аслӑ ҫул; железная дорога чугун ҫул; торная дорога такӑр ҫул; 2. ҫул, аякри ҫул; взять еду на дорогу ҫул ҫине апат ил.

крайний

1. хӗрринчи, вӗҫӗнчи; аякри, инҫетри (Ҫурҫӗр); 2. ытла та пысăк (нуша); в крайнем случае ытах; крайние меры чи ҫирĕп мерӑсем; крайний срок чи юлашки срок.

отдалённый

1. аякри, инҫетри, катари; 2. авалхи.

ссылка

1. ссылка (айăплӑ ҫынна аякри ҫӗре (Ҫӗпӗре) яни, пуҫ яни).

паломник

1. до рев. турра пуҫҫапма аякри монастырьсене ҫӳрекен; 2. перен. паломник (паллӑ вырӑнсене кайса ҫӳрекен).

периферический

перифери, тулашӗнчи, хӗрринчи, таврари, центртан аякри (вырӑнсем).

трущоба

1. хăрăк йывăçсем ӳксе тулнă, çын çӳреме май çук сĕм вăрман; 2. аякри, çын пырса тухман тĕттĕм вырăн, тĕттĕм кĕтес; хулари пылчăклă, начар пӳртсенче чухăнсем хĕсĕнсе пурăнакан вырăн.

централизация

мн. нет централизаци, централизацилени (центртан аякри вырăнсене центра пăхăнтарни, управление пĕр вырăна пухни).

близорукий

1. аякри япаласене начар куракан çын; перен. малаллине курман (çын).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

вода

ж. 1. шыв; морская вода тинĕс шывĕ; питьевая вода ĕçмелли шыв; минеральная вода минераллă шыв; сырая вода чĕр шыв; в книге много воды перен. кĕнеке питĕ шĕвек; 2. обычно мн. воды шывсем; эти рыбы обитают в речных водах ку пулăсем юханшывсенче пурăнаççĕ; седьмая вода на киселе аякри тăван; носить воду решетом алăпа шыв йăт (усăсăр ĕç туни); тише воды, ниже травы шăппăн, шавламасăр (çӳре); набрать воды в рот шыв сыпнă пек; водой не разольёшь шыв сапса уйăрас çук; концы в воду йĕр çухат; вывести на чистую воду тăрă шыв çине кăлар; лить воду на чью-либо мельницу камшăн та пулин тăрăш, кама та пулин усă ту.

глубина

ж. 1. тарăнăш; измерение глубины тарăнăшне виçни; 2. (глубокое место) тарăн вырăн, авăр; морские глубины тинĕсри тарăн вырăнсем; 3. (удалённое место) ăш, шал, аякри (е катари, инçетри) вырăн; в глубине двора кил хушши ăшĕнче; в глубине страны çĕршыв варринче; 4. (содержательность) тарăнлăх, тĕплĕх; глубина исследования тĕпчев тарăнлăхĕ; ◇ в глубине веков тахçан авал; в глубине души ăшра, шалта; до глубины души чĕрене хумхатмалла.

глубинный

прил. 1. аякри, шалти; глубинные районы страны çĕршывăн шалти районĕсем; 2. (производимый на большой глубине) тарăн, тарăн çĕрти; глубинный лов рыбы пулла тарăн вырăнсенче тытни.

глухой

прил. 1. хăлхасăр, илтмен; 2. перен. (равнодушный) чунсăр, хытă чунлă, çын хуйхи-суйхине ăнланман; быть глухим к чужим просьбам çын ыйтнине шута ан ил; 3. (о звуке) янăравсăр, уçăмсăр; говорить глухим голосом кăкăртан тухакан сасăпа калаç; глухие раскаты грома аслати хуллен кĕмсĕртетни; 4. (захолустный) аякри, тĕттĕм; глухая деревушка тĕттĕм ял; 5. (пустынный, безлюдный) çынсăр, шăп, тĕттĕм, улах; глухое место улах вырăн; 6. (заросший) çăра, чăтлăх, чăтлăхланса ларнă, пусса илнĕ; 7. перен. (смутный, затаённый) вăрттăн, палăрми; глухая вражда палăрми курайманлăх; 8. (совершенно закрытый) хупă; глухая стена алăксăр-чӳречесĕр стена; глухое платье хупă платье; 9. (поздний): глухая осень хура кĕр; глухая ночь çĕр варри; ◇ глухое время, глухая пора тĕксĕм вăхăт, уçăмсăр самана; глухая крапива суккăр вĕлтрен; глухой согласный янăраман хупă сасă.

горизонт

м. 1. тавралăх, йĕритавралăх, инçет (куçа курăнаканни), горизонт; скрыться за горизонтом курăнми пул, куçран çухал; из-за горизонта появился пароход аякран пăрахут курăнса кайрĕ; 2. (небосклон) аякри тӳпе; на горизонте вспыхивают зарницы аякра шевле вылять; 3. перен. (круг знаний, идей, интересов) тавракурăм, пĕлӳ; мн. горизонты (круг возможностей) тавралăх, пуласлăх, малашлăх; перед ним открылись широкие горизонты унăн пуласлăхĕ аслă; (высота воды) шыв шайĕ; ◇ появиться на чьём-л. горизонте пырса тух, çитсе кĕр; исчезнуть с чьего-л. горизонта тухса кай.

далёкий

прил. 1. (отдалённый расстоянием) инçетри, инçери, катари, аякри; далёкий город инçетри хула; 2. (большой протяжением) вăрăм, инçе; далёкое путешествие вăрăм çул, инçе çул; 3. (отдалённый по времени) ĕлĕкхи, авалхи, тахçанхи; далёкое прошлое ĕлĕк-авал, аваллăх; 4. перен. (чуждый) ют, тăван мар; аякри, катари; разг., только с отриц. ăслă, тăнлă; не очень далёкий человек пит ăслă çын мар; катара аякра) тăракан; далёкий от истины чăнлăхран катара тăракан; далёкий от действительности пурнăçран аякра тăракан.

даль

ж. 1. (далеко видимое пространство) инçет, анлăш; даль моря тинĕс анлăшĕ; 2. разг. (отдалённое пространство) ката, инçе çĕр, инçĕш, аякри вырăн; ◇ в такую даль инçе (кай).

дальний

прил. 1. аяк, инçĕ; аякри, инçетри, катари; дальний путь аякри çул, вăрăм çул, инçе çул; 2. родственниках) аякри, аякран тивекен (тăван);без дальних слов нумай калаçмасăр, калаçса-туса тăмасăр.

заоблачный

прил. 1. пĕлĕтри, çӳл(лĕ) тӳпери, пĕлĕтрен те çӳллĕ; в заоблачной вышине пĕлĕтрен те çӳлте; заоблачная высь пĕлĕт тӳпи; 2. перен. (оторванный от действительности) пурнăçран аякри; заоблачные мечты аякка вĕçен ĕмĕтсем.

захолустный

прил. 1. (глухой, отдалённый) аякри, инçетри, тĕттĕм; захолустная деревня тĕттĕм ял; 2. (отсталый) тĕттĕм, кая юлнă, кивĕ; захолустная жизнь тĕттĕм пурнăç; захолустные нравы кивĕ йăласем.

карман

м. 1. кĕсъе; внутренний карман шалти кĕсъе; боковой карман аякри кĕсъе; нагрудный карман умри кĕсъе; 2. перен. разг. (достаток, деньги) укçа-тенкĕ; 3. (в портфеле, чемодане) пӳлĕм; ◇ толстый (или тугой, полный) карман кĕсйи хулăн; тощий (или пустой) карман кĕсйи çӳхе, кĕсъе тĕпĕ яка; не по карману вăй çитмест, шăл çемми мар; набить карман пуйса кай; держи карман шире кĕсйӳне карсах тăр, кĕтсех тăр (шанчăк çук çĕртен); за словом в карман не полезет сăмахшăн кивçене каймасть; бить по карману пустуй тăкак кăлар.

отдалённый

прил. 1. катари, инçетри, аякри; отдалённые районы инçетри районсем; 2. (не имеющий прямой связи) кăшт çеç, пăртак, инçетрен; отдалённыи намёк кăшт çеç шак хуни.

отзвук

м. 1. (эхо) ахрăм, каялла сасă; 2. (звук, доносящийся издали) аякри сасă; отзвуки взрывов снарядов снарядсем шартлатнă сасă; 3. перен. йĕр, юлашки, палăрăм; отзвуки старинных легенд авалхи легендăсен палăрăмĕ.

периферийный

прил. центртан аякри, периферири.

посторонний

прил. 1. (чужой) ют; 2. (побочный) урăх, аякри, кирлĕ-кирлĕ мар, тĕп мар; посторонние дела кирлĕ-кирлĕ мар ĕçсем; 3. в знач. сущ. посторонний м., посторонняя ж. ют çын; посторонним вход воспрещён ют çынсене кĕме юрамасть.

провинция

ж. провинци (1. хăшпĕр çĕршывсенчи администраципе территори единици; 2. уст. столицăран аякри вырăн).

ракурс

м. ракурс (япаласен аякри пайĕсене пĕчĕклетсе ӳкерни).

телеобъектив

м. телеобъектив (аякри япаласене пысăклатса ӳкермелли объектив).

уединённый

прил. 1. (одиноко стоящий) уйрăм, пĕччен; уединённый дом уйрăм çурт; 2. (тихий) улах, улах вырăнти, аякри; уединённое место улах вырăн.

фактория

ж. фактори (1. колонилле çĕршывсенче сутуçăсем пурăнакан вырăн е суту-илӳ кантурĕ; 2. аякри промысла районĕсенчи суту-илӳ пункчĕ).

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

периферия

инçет вырăн (центртан аякри); работать на периферии инçет вырăнта ĕçле

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

аякри

ерактагы

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

weit

ajakri, ajakra
аякри, аякра

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

ачашлу

ç.с. Артаклани, çупăрлани, лăпкани. Ачашлу шăплăха чӳхентернĕн çунаççĕ ... аякри çутăсем. Г.Ирхи, 1991, 38 с. Хупăшу хĕрарăма çырлаху кӳтĕр тесен, ку меле тĕрлĕрен ачашлупа ылмаштармалла. А-и, 1992, 22 /, 5 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

аякри

катари. <…> вара вăл (Онисим. – Э.Ф.) Турă сăмахне сарăлтарма пит аякка (катана) кайса çӳренĕ [Избранные (февраль) 1904:38]; Виç уйăх иртсен аякри (катари) яла куçарнă [Хыпар 1907, № 14:103].

Çавăн пекех пăхăр:

аяккинчи пăрăс аяклă аякра аякран « аякри » Аякри Шур аяксайран аяксерен аял аяла

аякри
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150