Шырав: белок

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

аркану

1.
распадение, распад
белок арканăвĕ — распад белка

белок

биол., хим.
белок
ӳсентăран белокĕ — растительный белок
чĕрчун белокĕ — животный белок

куç

глазной
илемлĕ куç — красивые глаза
çутă чакăр куç — светлые глаза
тĕссĕр куç —  бесцветные глаза
чалăш куç — 1) раскосые глаза 2) косоглазый
чармак куç — 1) вытаращенные глаза 2) лупоглазый
куç лупашки — глазная впадина
куç тухтăрĕ — окулист, доктор-глазник
куç харши — бровь и брови
куç хăрпăкĕсем — ресницы
куç хупанки — веко и веки
куç чирĕсем — глазные болезни
куç шăрçи — зрачок
куç шурри — белок и белки глаз
куç эмелĕ — глазные капли
куç путса кĕнĕ — глаза запали
куç тăртанса кайнă — глаза заплыли
куç айĕ кăн-кăвак — под глазами синяки
куç типичней макăр — проплакать все глаза
куç харшине хурат — подводить брови
куç хĕс — подмигивать
куç шуррипе пăхса ил — сверкнуть глазами
куçа мăчлаттар — хлопать глазами, моргать
куçа тарт — отводить, прятать глаза
куçа чарса пăрах — вытаращить глаза
куçран тӳррĕн пăх — смотреть прямо в глаза
куç шăрçине сыхланă пек сыхла — беречь как зеницу ока
тĕтĕм куçа çиет — дым ест глаза
куçа куççуль хупларĕ — слезы застлали глаза
куçа çӳпĕ кĕчĕ — в глаз попала соринка
куçа шур илнĕ — глаз закрыт бельмом
хам куçпа хам куртăм — своими глазами видел
куçăм ан куртăрччĕ — глаза бы мой не видели, не глядели
куçа мăч хупса та курман — и глаз не сомкнул
йĕп чиксен те куç курмасть — хоть глаз выколи, ничего не видно  
Куçа хирĕç куç, чĕлхене хирĕç чĕлхе. — погов. Око за око, зуб за зуб.
Çăхан куçне çăхан сăхмасть. — посл. Ворон ворону глаз не выклюет.
Хăравçăн хăрах куçĕ те çиччĕ курать. — посл. У труса один глаз всемеро больше видит. (соотв. У страха глаза велики).

шăран

3.
перевариваться, перерабатываться (о пище)
туранă çимĕç лайăхрах шăранать — размельченная пища лучше переваривается
выльăх апатĕнчи шăранакан белок хисепĕ — количество переваримого белка в кормах
апат шăранманнипе аптăра — страдать несварением желудка

шурай

(яичный) белок
çăмарта саррине шурайĕнчен уйăрса ил — отделить желток от белка

ӳсентăран

растительный
кăнтăрти ӳсентăрансем — южные растения, флора юга
нумай çул ӳсекен ӳсентăран — многолетнее растение
ӳсентăран белокĕ — растительный белок
ӳсентăран çăвĕ — растительное масло
ӳсентăран организмĕ — растительный организм
ӳсентăрансене хутĕлемелли майсем — меры по защите растений

шурă


куç шурри — белки глаз
çăмарта шурри — белок яйца
карттă çинчи шурă пăнчăсем — белые пятна на карте
шурă амакмед. белая горячка
шурă армутибот. полынь горькая
шурă вĕрене — явор
шурă кăмпа — боровик, белый гриб
шурă кăрăç — груздь, подгруздок
шурă ылтăн — 1) платина 2) белое золото, хлопок
шурă куçпа пăх — смотреть косо, недовольно (букв. смотреть белыми глазами)
хурапа шурра ан уйăр — не отличать черное от белого
хурапа шурра тӳс — хлебнуть лиха, испытать невзгод
шурă ялав çĕкле — выкинуть белый флаг, сдаться

синтез

синтетический
белок синтезĕ — синтез белка
органика синтезĕ — органический синтез
синтез процесĕ — синтетический процесс
синтез реакцийĕ — реакция синтеза

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

куç

I.
глаз
куç тĕкĕ, хăрпăвĕ — ресница
куç хупаххи — веки
куç харши — бровь
куçлă çĕрĕ — перстень
куçа-куçăн, куçран куçа — на глаз
куç хыçĕнче, кут хыçĕнче — заглазный, заглазно
куç кĕски — зеркало
куçран тайăл — ослабеть глазами
куç хыв — высмотреть, пометить
куçлă хура — медовый цвет
куç шурри — белок (глаза)
куç хури — зрачок
куç çулĕ — слеза
куç хĕс — прищуривать глаза
куç хуп — мигать, жмуриться
çăл куçĕ — родник
йĕп куçĕ — игольные уши
шыв куçĕ — полынья
Атăл куçĕ — полынья на Волге
куçлăх — очки
куçран кайни — сглаз
куç чĕлхи вĕр — отчитывать от сглаза
çын çине час сивĕ куç ӳкет — человека легко можно сглазить
куç курла выльани — игра в жмурки
куç хӳри — внешний угол глаза
куç сăмси — внутренний угол глаза

çăмарта

яйцо
çăмарта шурри — белок
çăмарта сарри — желток
çăмарта хуппи — скорлупа
чăхă çăмарта тăвать — курица несет яйцо
пит çăмарти — щеки
çăмарта шӳрпи — яичная похлебка
çăмартана чĕпĕлентер — насидеть яйцо, яйца
çăмарта шăтрĕ — яйцо разбилось
пĕр хуран шурă çăмарта

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çăмарта шорри

яичный белок. Якейк. † Çăмарта хĕрли пирн варлич; эпĕр тохса кайнă чох çăмарта шорри полса йольч

хак

цена, стоимость, ценность. Начерт. 180. Хак, цена. N. Кулак тырă кивçен парсассăн та, икĕ хака хурса панă. N. Сĕлĕ мĕн хакра çӳрет? N. Тырă хакĕ мĕн хаке (!) çӳретĕ? Завражн. Çавна тусан тин вара пор тавар та, пор çĕрте те тин пĕр хак полĕ. N. Вăл мана çĕр тенкĕ хакне пулчĕ. N. Вĕсен мĕн пур япаласем икшер хак. N. Ăсем хунинчен виç рас ытла хак парса илтĕм. N. Çăмарта мĕн хакпа илеççĕ? N. Тырă хакĕ хаклă мар. Кан. Хаксем çакăн пек тăчĕç. N. Çав тĕрлĕ тарпа тупнă япалаçене çур хакпах тенĕ пек салататăр. Б. Олг. Эп пыртăм пăрçа çăнăх патне, хакĕ пĕр хаках пăрçа çăнăхпа яшкалăх çăнăх. || Б. Олг. Что ыраш çăнăх паян мĕн хак туат-ха? — Тен, илтмен эп, пĕлместĕп-ха эп, çăнăх орамне эп çарăнман-ха. Юрк. Кăсем те хăйсенĕн хакĕсене каласа параççĕ, килĕшеççĕ мĕн тăваççĕ. N. Шанчăклă тусăн хакĕ çук. N. Кун пек лаша пирĕн алла кĕрейĕ-ши çак хака? Чăв. й. пур. 12. Арманĕ хакĕ ултçĕр тенкĕ пулнă. Альш. Епле пулсан та çур хакалла мĕне килет, тет. N. Хакне хак парса. N. Хакне хума çук, пит паха чул. Изамб. Т. Хакне ӳстер, прибавь цену. Капк. Хайхисем хак татаççĕ (определяют цену) те, тухаççĕ Шупашкара кайма. Якейк. Телянккă илнĕ чох пилĕкçĕр тенке çитиччен хак хăпартса карĕç. Ib. Эпĕр хак хăпартса илтĕмĕр. Мы дали дороже и оставили за собой. Сред. Юм. Хак тунă. Цену положили (определенную). || Должная цена. Аттик. Хакне хак тени — хаклă тăк хаклă тени пулать. СЧЧ. Тата пĕр çыннăн ĕнине хакне хак парса сутăн илеççĕ те, пусмашткăн (?) чӳклеме аста пĕлекен çынна параççĕ. (Çăмăр учукĕ). N. Хакне кайĕ. Альш. Хак килĕш, уславливаться о цене. КС. Нимпа та хакне çитермеççĕ (не дают должной цены). N. Пичу хак турĕ (сказал цену), а эсир тата хак тăватăр. N. Çурма хакпа сутас, ик-виç хак парса илес (за тройную цену). С. Тим. † Хĕр пултăр та, пур пултăр, пурçын кĕпи тăхăнтăр. Пурçын кĕпи укçа хак, пирĕн вăйă тĕнче хак. N. Укçа хакне тăракан. N. Хăй хакĕпе, по себестоимости. N. Вăл пиçиххи унăн икĕ ылтăн хакне тăнă (стоил). Капк. Ун чухне тăвар пăчĕ çирĕм пăт ыраш хакне çитрĕ вĕт. Шел. II. 56. Пĕтĕм хули хакне ӳкнĕ. N. Вĕсене асаплантарнисем çинчен пĕтĕмпех çырсан, хут та çитес çук. Ылтăн витнĕ çурт хакнех çитсе ларĕ. Арзад 1908, 52. Хак кăлар, наверстывать стоимость. Баран. 42. Вара тин (только тогда) асапланса улăхнийĕн (подьёма на гору) хакĕ тухнине сисĕр. N. Атя ĕнтĕ, илсе кай пире. Тăрăшнă хакне тавăрăпăр. К.-Кушки. Эпĕ вăл сурăха чăхă хакĕпе илтĕм. Я купил ту овцу по цене курицы. || Не переводится. Изамб. Т. Ку çыхă пушăт мĕн хак тăрат? Что стоит эта связка лыка? Яргуньк. Мĕн хак пĕр улми? Баран. 160. Çак сурăхсен çăмĕ çеп-çемçе, тем тĕрлĕ хака çӳрет. N. Мĕн хака сотрăн? Хурамал. Какай мĕн хак? Почем мясо? ЧП. Аршăнĕ мĕн хак? — терĕм. Ib. Пĕр чуп тăвасси тĕнче хак. Якейк. Эсĕ мĕн хакпа илесшĕн? Ты сколько хочешь дать? Пазух. † Хăмачă мĕн хак? терĕм те,— сакăрвуннă, теейрĕ. Орау. Юсанă хакне тăмаст. Не стоит починки. N. Çирĕм пакша хакне (тĕшне) тăрать. Стоит 20 белок. || Плата. Изамб. Т. Ик хак тӳлесе (двойную плату). Рак. Илĕр, хĕрсем, панулми, хакне хамăр тулĕпĕр. Бес. чув. 6. Лашине вăл пысăк хак парса илмен пулсан та, ун телейне лайăх лаша пулнă. || Плата за работу. Б. Олг. Каран хуа арлат, арласа çитеримест, çынна парат арлама; кĕренкки арлама вонçичĕ пус, хакне тӳлет ĕçленĕшĕн. N. Вырма мĕн хак? Юрк. Улпут мана Пăва уесне ярат, хакне З60 тенкĕ çулталăкне турĕ. || Прибыль. Баран. 24. Пĕр çын пĕкĕсем авса, вĕсене хака сутса пурăннă. || Престиж, авторитет. N. Çапла вара хăй хакне çын умĕнче те çухатать. N. Вĕсене пурне те килнĕ вилĕм хакран кăларчĕ. N. Тарăс-тарăс Татьене, укçа парсан Укçине; упăтенĕн йĕмĕ çук, ташлаканăн ăсĕ çук! Халăх çинчи хак! Сунчел. Халăк çинче хак! (Кулаççĕ). || Дорогой, ценный. ЙФН. † Хусан лаши — хак лаши, хак лашаран хăрамарăм, вăрă-хурахран хăрарăм.

куç шурри

коç шорри, белок глаза. Юрк. Куç шуррисем темĕн пысăкĕш, шап-шурă. Сятра. Коç шуррине кăтартса (вылупив зенки, напр. бранится).

куç шурши

белок. Шарбаш. Сомн.

тĕш

цена. К.-Кушки. Çирĕм пакша тĕшне (е: хакне) тăрат. Стоит двадцать белок. N. Ним тĕшне те хумастăп. Ни во что не кладу. К.-Кушки. Тенкĕ тесе панисем тăхлан тенкĕ тĕшне çук. Календ. 1904. Хутран-ситрен хăяр-купăста пулсан темĕн тĕшне тăрать. N. † Ати пачĕ полттиннĕк. Ик полттиннĕк — пĕр тенкĕ, пире, çук çынна, мĕн тĕшне Кильд. Ку çĕр çинче тем чухлĕ хĕн-асап курсассăн та, тамăкри чи кĕçĕн асап тĕшне тăмасть, тесе вĕрентнĕ пупсем.

шурай

белок? Пазух. 91. Шур, шур çăмарта, шуратрăмăр çирĕмĕр, шурайĕ те тутлă та, сарри тата тутлăрах; акăшĕ те хитре те, йăмăк тата хитререх.

манка

(маҥга), сопля. N. † Манки мăш-мăш тăвать-çке, пыйти вăш вăш тăвать-çке. Орау. Ачисене пĕрте тирпейлемеççĕ: пĕр ачи манкине пĕр енне пăрса хунă, тепри тути урлă юхтарса çӳрет, тата тепри сăмси айĕнчех кӳлентерсе çӳрет. Шерауты. Ах, манка чăпти, калаçмă пăхать ĕшшĕ! Ах, сопельный кулёк (т. е. сопляк), еще думаешь разговаривать. Тим. † Кивĕ-ял хĕрне чуптурăм — манка тути каларĕ. Орау. Атте, кăçал хурт илер-и? — Илессе илĕпĕр те-ха, манкăна шăл-ха эсĕ! (кстати). Трхбл. Манкине аллипе çĕре çĕклеçе çапат та: пуçĕ (т. е. манка пуçĕ) çĕмĕрĕлтĕр! тет. КС. Манки алса пӳрнески мăнăш (величиною) пур пăхса тăрат (о соплякĕ). ЧС. Сурчăкĕ те манка пек тухакан пулнă. Шурăм-п. Сăмса юхи манкине шалалла туртнă, аллипе сăтăрма вăтаннă. (Сказка). N. Манкисене шăнкара (сморкать) пĕлмеççĕ. Манкисене шăлма (утереть) пĕлмеççĕ. Янтик. Çамрăкрах ача хăйĕнчен аслăрах çынпа е тавлашсан, е варçсан, асли ăна калать: эй, манка пички! (тет). Орау. Манка хуçи, сопляк. Ib. Эй манка хуçи, шăл манкăна! Ib. Эй манка хуçи! Эсĕ те халех çăпата тусан, çăккăра лайăххăнах çийăттăмăр та вара!... || Мокрота. Якейк. Йăван манка соракан полнă (стал выплёвывать мокроту, при болезни). Кăмак-к. Ӳсĕртĕм, ӳсĕртĕм, манка тохса пĕтимарĕ? || Сопляк. N. Çынни каларĕ, тет: эй манка! сантан пулас-и манпа чупма! Малтан манăн ĕнер çуралнă, паян тĕне кĕнĕ шăллăмпа чупса пăх-ха! тесе каларĕ, тет. || Сап (назв. болезни). Шибач. Лашана манка полчĕ. (То же в Тюрл. и Кудемерах). О сохр. здор. Лашасем тата манкана ереççĕ (заболевают сапом). СТИК. Лаша манкана ернĕ. || Semem (viri). Uirus, guale effuere dicitur e genitalibus feminae concubitu peracto. ГТТ. Тюрл. Манăн кĕçĕр çывăрнă чухне хăй тĕллĕнех манки тухса ӳкнĕ. || Яичный белок. СТИК. Çăмарта пиçеймен, теессине: манки тарайман-ха, теççĕ. || Слизь на растениях. СТИК. Сарана манки.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

белковый

прил.
белок -ĕ; белоклă; белковые корма белоклă выльăх апачĕ

белок

сущ.муж.
белок (чĕрĕ организма питĕ кирлĕ органика пĕрлешĕвĕ); растительные белки ӳсен-тăран белокĕсем; содержание белка в кормах выльăх апатĕнчи белок хисепĕ

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

яичный

яичный желток çăмарта, çăмарта сарри; яичный белок çăмарта шурри.

белок

, -лка: белок глаза куç шурри; белок яйца çăмарта шурри.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

белок

м. 1. шура; белок яйца çăмарта шурри; 2. биол., хим. белок; растительный белок ӳсентăран белокĕ; животный белок чĕрчун белокĕ; 3. шурă; белок глаза куç шурри.

распад

м. по гл. распасться; белковый распад белок пайланни; атомный распад атом саланни.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

белок

çăмарта шурри йышши япала; тырăри çăнăх пек шурă япала. Ун çиминче çăв сахал тата çăмарта шурри йышшĕ япала (белок) сахал [Хыпар 1907, № 10:73]; Пĕрчĕ ăшĕнче пĕчĕкçĕ тырăран пуçне тата çăнăх пек шурă япала пур. Ăна вырăсла белок теççĕ [Золотарев 1908:9–10].

Çавăн пекех пăхăр:

беллетристика беловатый беловик белогвардеец « белок » белоклă белокурый белорус белорусла белорусский

белок
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
5 саспалли
 
Хутăш сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150