Шырав: майра

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

дама

карт.
дама
пика дама — пиковая дама
курак майра — дама пик

йĕрт

заставлять плакать, доводить до слез
ан йĕрт ăна — не доводи ее до слез
Çĕтĕк майра çынна йĕртет. (Сухан). — загадка От оборванной барышни люди плачут. (Лук).

кăмпа

грибной
ăвăс кăмпи — подосиновик
ăвă кăмпи — древесный гриб, трутовик
йывăç кăмпи — древесный гриб, трутовик
кăтра кăмпа, ака кăмпи — сморчок
масла кăмпа — масленок
сар кăмпа — лисичка
сăвăр кăмпи — дождевик
сыр кăмпи — дождевик
çерем кăмпи — опенок луговой
карта кăмпи — опенок луговой
çерем кăмпи — шампиньон
тислĕк кăмпи — навозник, поганка
тунката кăмпи — опенок
хурăн кăмпи — подберезовик
хыр кăмпи — волнушка
шăна кăмпи — мухомор
шурă кăмпа — боровик, белый гриб
яка кăмпа — сыроежка
майра кăмпи — сыроежка
кăмпа аври — ножка гриба
кăмпа туни — ножка гриба
кăмпа шлепки — шляпка гриба
кăмпа тымарĕ — мицелий, грибница
кăмпа яшки — грибной суп
кăмпа çумăрĕ çăвать — идет грибной дождь

кĕпçе

1.
общее название многих растений с полым стеблем:
варăш кĕпçи — болиголов
вир кĕпçи — собачья петрушка
качака кĕпçи — козлец
майра кĕпçи — свербига
пахча кĕпçи — петрушка

курак

пиковый
курак майра — пиковая дама

майра

1.
в сочет. с уточняющим словом обозначает
женщину нечувашской национальности

или определенной социальной принадлежности:
вырăс майри — русская
нимĕç майри — немка
тутар майри — татарка
чикан майри — цыганка
купца майри — купчиха
пуп майри — попадья
улпут майри — барыня
патша майри — царица (жена царя)
майра патша — царица, императрица, государыня
сала майри — жительница русского селения
Ун пекки майран та пулать. — погов. И на старуху бывает проруха.

майра

2.
горожанка
Чĕмпĕр майрисем — жительницы города Симбирска

майра

3. разг.
дама  (в картах)

пике

I.

1.
госпожа
барыня
барышня

Пайтерекова пике — госпожа Пайдерекова
пике майра — госпожа, барышня
Аван пулсан — пикешĕн, усал пулсан — хăрхăмшăн. — погов. Всё хорошее достается госпоже, а плохое — служанке.

пичке

бочечный, бочковый
бензин пички — бочка из-под бензина
пушар пички — пожарная бочка
тимĕр пичке — железная бочка
юман пичке — дубовая бочка
пичке пăкки — затычка для бочки
пичке сăри — бочковое пиво
пичке тĕпĕ — днище бочки
пичке тăвакан — бондарь
пичке хăми — бочечная клепка
Пĕчĕк майра пичке ăсти. (Чăхă). — загадка Маленькая барынька — бочки делает. (Курица).
Шур пичкере икĕ тĕслĕ сăра. (Çăмарта). — загадка В белой бочке два сорта пива. (Яйцо).

тутăр

платочный
сам тутăр — шерстяной платок
пысăк тутăр — шаль
сăмса тутăрри — носовой платок
çыхнă тутăр — вязаный платок
тĕрленĕ тутăрăр вышитый платок
тутăр вĕçĕ —  уголок платка
тутăр кĕтесси —  уголок платка
тутăр салт — снять, развязать платок
тутăр çых — повязать платок
Çын çăварне тутăрăр карса чараймăн. — погов. На чужой роток не накинешь платок.
Пĕр майра пуçне пилĕк пурçăн тутăр çыхнă. (Чечек). — загадка Барыня повязала пять шелковых платков. (Цветок).

ухатник

диал.
охотник
◊ майра ухатниккишутл. волокита, ловелас

хухă


вырăс хуххи бот. свербига
майра хуххибот. свербига
хур хуххи — осот полевой, молочай

çĕтĕк

оборванный
Çĕтĕк майра çынна йĕртет. (Сухан). — загадка Оборванная барыня заставляет плакать людей. (Лук).

йĕп


вăлта йĕппи — рыболовный крючок
майра йĕппи — булавка
ухă йĕппи — стрела (для стрельбы из лука)
йĕп пулă — рыба-игла
йĕп чиксе те курăнмасть — ни зги не видно

майра


майра аппаобращение к замужней русской женщине
майра инке — русская невестка
майра йĕппи — булавка
майра кайăк (кайăкĕ) — канарейка
майра кĕпçи (хуххи) — бот. свербига
майра кăмпи — сыроежка
майра пуç (пуçĕ) —
1) швейка (подушечка для ручного шитья)
2) бот. хвощ полевой
3) бабка (особая кладка снопов)
майра çухи — отложной воротник
майра хупĕ (хуппи)— гребень (для расчесывания кудели перед прядением)

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

йĕп

иголка
йĕплĕ — иглистый
йĕп-куç — игольные уши
йĕп-вăрри — стрекоза
йĕплĕ хулă — шиповник
майра йĕппи, пуçлă йĕп — булавка
йĕп тăррине — на иголку

кĕпçе

стебель
майра кĕпçи — дикая редька
пир кĕпçи — матерелька

майра

женщина (не чувашка).

112 стр.

пуху

сход
собрание
сборище
собор

халăх пуххи — мирской сход
хĕр пуххи — девичье, весеннее гулянье
майра пуххи — ярмарка в г. Цивильское
пуххипе — толпами, кучами
пухуран — с ярмарки; со сходки
пуху ту (похă  ту) — собирать сходку

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

яв

1. яв (jав), то же, что ял, селение? Вероятно, описка.
- Буин. † Ясарсене яв савать.

2. яв (jав), вить, свивать, обвивать.
- КС. Сулахай яв, вить налево; сылтăм яв, вить направо; вунiккĕлле яв, вить из 12 отдельных верёвочек.
- Макка 158. † Шур курнiтса умĕнче майра чĕнтĕр яват-ĕç-çке (sic!).
- Шорк. Орасене явса ларас, сидеть, положив нога на ногу.
- Сказки и пред. чув. 80. Карчăк вĕçсе тухрĕ те, çӳçрен яврĕ Нарспие. Старуха вылетела и вцепилась (завила вокруг рук) Нарспи в волосы.
-
Алик. Яв яваттăм, яваттăм хĕрлĕ пăяв яваттăм. (Тула тухни).
-
ЧС. Унтан вара çыннисем лашисем çинчен сиксе анаççĕ те; луçа мăйĕнчен вĕренпе явса та илеççĕ. Потом люди (верховые) слезают с лошадей и обвивают лося за шею верёвкой.
- Курм. † Тăрăр, тăрăр, инкесем, ора явса ан выртăр! Вставайте, тётки, будет вам лежать, сплетясь ногами! (cum maritis).

|| Уплетать (кушанье)?

сараппанлă

в сарафане. Кан. Çĕтĕк сараппанлă майра.

сарахван

сарафан. ТММ. Пĕр майран хĕрĕх хут сарахван. (Купăста пуçĕ). Альш. Пĕр майранăн хĕрĕх хут сарахван. (Купăста пуçĕ). ЧП. Сарă пусма сарахван майра çинче килĕшет. || Прозвище старухи-йомзи. К.-Кушки. Пирĕн ялта пĕр Сарахван ятлă юмăç-карчăк пурччĕ.

сул

сол, махать. ЧП. Сылтăм аллупа сулса юл (вслед за уезжающим). N. Вăл мана нимĕн те каламарĕ, пуçне кăна сулчĕ. N. Кăшт сулнипе пурне те тытса тăракан. N. Пĕр хыçĕпе сулнă та, виçĕ пуçне те татнă. Кан. Танюк аллисене мĕн курăнми пуличченех ял енелле сулса, илемлĕ юрăсем шăратса карĕ. Шорк. Вăл ăна çапасшăн патаккипе солса ячĕ. Питĕ солăмлă тивретрĕ. Пшкрт. Алă сол, махнуть рукой. || Ссылаться. N. Санран ыйтсан, эсĕ те хăвăн чăлаху (увечье) çине сулса: эпĕ пахчана кĕме пултараймастăп, те. || Удалить, отстранить. КС. Ун чирне сулса ярас (отстранить, удалить болезнь). || Качать, баюкать. Якейк. † Макăракан ачине солса яма килтĕмĕр, какалакан чăххине сĕлĕ сапма килтĕмĕр. || Раскладывать, накладывать. Истор. Олег вĕсене темĕн тĕрлĕ пысăк куланай сулса хăварнă. Орау. Халăх çине сулса янă (хăй çинчен халăх çине пăрса янă) парăмне. Сделал так, что его долг разложили на народ. N. Сутăн илекен япаласем çине, ют патшалăхран илекен таварсем çине сулса яракан укçасем (косвенные налоги). Трхбл. Кĕпер тума ята çирĕмшер пус сулса янă. На устройство моста на душу наложили по 20 коп. См. сулăм. || Наговаривать, заколдовывать. Альш. Вĕсем (чăн-чăвашсем) ку укçасене темĕн-темĕн кала-кала хăвараççĕ, тет. Ку хальхи чăвашсем пыраççĕ те, илсе килеççĕ вăл сулса хăварнă укçасене. Çавăнтан вара тытăнаççĕ ял çыннисем чирлеме. Могонин. Эх, киремет, эс ман хута кĕрсе çав çынна сăян ту, эпĕ сана хăçан та полин чӳк тăвăп! тесе, киремете сулса хăварнă вара. ЧС. Сирĕн кӳршĕрен, нумаях пулмаçт, пĕр виле тухнă, тухатмăш, çавăн пумилккине пуснă пăру юнĕпе сирĕн витене кĕрсе: выльăх-чĕрлĕх пĕттĕр, тесе, сулса сирпĕтнĕ. N. Эпĕ сан çине сулам. N. Ел-пуçпе сулап. Ст. Чек. Сулнă, навожденный. N. Кӳлле солсассăн, çын вилет, тет. || Науськивать, натравливать, колдовать. Янш.-Норв. Çавăнпа унтан (т. е. тӳркĕлли порăнакан кĕлет йышĕнчен) вĕсем тӳркĕллине сулса: тем кăтартĕ, тесе, питĕ хăраса тăраççĕ. ЧС. Эсĕ ăна валеçнĕ чухне çил-арман патĕнче Куслав Марккипе вăрçнă, вăл вара хăйĕн кĕллипе сулнă (свою киреметь натравил), тет. Изванк. Чи малтак Кукша Майра юмăç пăхма тытăнчĕ. Пăхрĕ-пăхрĕ те, ак çапла каларĕ: ах, сирĕн пурăнăç пит пăтранса кайнă; киреметсем те пĕри те çырлахман, тата пуринчен ытла сире сулнă. Эх! вăт çав сире курайман çын, епле вăл исыян киреметне йăвăрăн сулса тăрат: ав вăл епле сăмахсемпе сулса тăрат, малалла пурăнăç ан пултăр, вăсене хура çĕр витĕнтĕр, уйăх-хĕвел куртăр, хура çĕр витсе илтĕр, çĕр карăнтартăр, вăсем кай-ури ури пек каялла кайччăр, çурчĕ-йĕрĕ вĕтрен тăрри пек кĕл пулса вĕçсе кайтăр, сыпăкран сыпăк пĕтсе пыччăр. Выльăхне-чĕрлĕхне çĕлен-калта ертĕр; хĕрт-сорчĕ сивĕнсе вăсем патĕнчен тартăр. Вăсем çĕртен çӳле ан хăпарччăр, яла тухсан, вăсенчен ял култăр. Турă такăнтарса пытăр анчах вăсене, тесе, çĕрĕпе пĕр çаран çинче икĕ аллипе курăксене турта-турта татса: хăçан та хăçан вăсем çак эпĕ татса тăкнă курăксене сыпса çитерччĕр те, тин этем ывăлĕ-хĕрне ерччĕр, тет, терĕ. („Çĕр таврăш“). Шорк. Сулас — киремете сулас, удовлетворить киреметь. Альш. „Киремете сул“ не значит ли: направить, напустить, „накачать“ на кого киреметь. || Проклинать, желать худа. Ст. Чек. † Асăнаççĕ ырă ăшă кăмăлпа, сулаççĕ усал кăмăлпа. Ib. Ывăлусем çине ан сул (не проклинай). N. Эпĕ малашне ĕнтĕ çынна хирĕç усал сулмăп.

сăн

(сы̆н), внешний вид, облик, лицо, наружность; красивая внешность. Ал. цв. 45. Ун витĕр пăхсан, хĕрĕн сăнĕ ватăлмасть, хитреленсе, çамрăкланса пырать. Якейк. † Майра сăн пек пирн (= пирĕн) варлич, эпĕр тохса кайнă чох пăхса тăрса йолĕ-ши, выртса йăванса йолĕ-ши,? Ib. † Апи тунă сăнăмпа хĕрсем куçне йоримарăм, улпут куçне йорăп-ши. (Солд. п.). Ib. Кăмакая шораттăрç те, сăнĕ кĕч (= кĕчĕ), атту ним манер çокчĕ. ТЬ. Атă тăхăнч (= тăхăнчĕ) те, çын сăнĕ кĕч (= кĕчĕ). Ib. Молча кĕрсе шор кĕпе-йĕм тăхăнч те, çын сăнь кĕч. Ст. Шаймурз. † Сайра вăрман çинче юр тăмаст: шухăшлă чĕрере сăн тăмаст. Собр. Тĕлĕкре эрех ĕçсен, çын сăнĕ каят, теççĕ. Шибач. Сăн кĕрсе кайрĕ. Никитч. Митюк тата çын сăнне яриччен, ураран ӳкиччен, никăçан та ĕçмен. Микушк. Вăл çапах сăна хытарса (скрывая страх) кĕнĕ те, ик алса туль ылтăн тултарса тухнă. Суждение. Сăна ӳкерет (безобразит), куç-пуçа тĕксĕмлетет. (Ĕçкĕ). Макс. Чăв. К. I, 59. Пире мĕн кĕçĕнтен, ай, çын çинĕ, пирĕн сăн ӳкмесĕр, ай, мĕн тутăр? N. Сăн кĕре пуçланă, стал поправляться (лицом). Абаш. † Эпĕр ăшран колянни сăнтан пăхсан палăрмаçт. Капк. Эрех вырăнне краççин ĕçнĕ те, вилет вĕт... Этем сăнĕ те юлмарĕ. ЧП. Сутă сăнăм. N. Сăнне янă, потерял прежнюю красоту. Пшкрт. Сăнтан тохнă, стал некрасив, пал с лица; потерял облик человека (стал негодяем). Стал(а) старорбразным(ой). N. Вĕсемшĕн çамрăк чухне ватă сăн кĕресрен хуйхă. Юрк. † Пирĕн çамрăк пуçра сăнсем çук, сăнсем пулмасан та ăссем пур, калаçса йăпатма чĕлхем пур. Тим. † Пĕввĕр те пур, сăнăр та пур. Сала 206. † Пирĕн çамрăк пуçра мĕшĕн сăн çук? Кĕçĕнтен хуйхăпа та ӳснĕрен. Т. Григорьева. Сăна сĕтел çине хумалла мар, теççĕ. (Послов.). АПП. † Шур укçу çине ан пăх, аппа, сăнă юлĕ ун çине. N. Пуçăма çыхсан, сăнĕ каять (платок потеряет свою красоту). || Румянец. Тим. † Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел çути ӳкрĕ пит çине; çĕнĕ уйăхра тунă савнă тус, хĕрлĕ сăнĕ ӳкрĕ пит çине (на ее лице играет румянец). С. Айб. Хриттуна сăн кĕнĕ (появился румянец), тет. || Цвет. Эльбарус. Симĕс сăн çĕр çине ак хăçан ӳкет: йорсем кайса пĕтме пуçлаççĕ, çырмари çорхи шыв та выйсăрланса карĕ. Ib. Хальчен çĕр шап-шар йорпа витĕнсе выртнăскер, халь ĕнтĕ темĕн тĕрлĕ, анчах симĕс сăн ытларах, во порне те çĕнтерет. Кн. для чт. 144. Куккук ытла пĕчĕк кайăк мар. Унăн сăнĕ кăвак пулать. Кам. Враг. † Аккăш килет сассипе, кăвак чечек çуттипе, хĕрлĕ чечек сăннĕпе. Абаш. † Симĕс кĕпен сăн каять. Кайин, кайин, кайтăрах: пиççи вырăнĕ (место рубахи, где опоясывают поясом) йолатех. Собр. † Хусан арчи — сăрлă арча, илсе сăнне ямарăм. || Вид, образ. Ала 60. † Хам тăвансем аса та, ай, килнĕ чух сăнăсем пĕр ӳкрĕç те куç умне. Н. Якушк. † Ах, аннеçĕм, аннеçĕм, мăшăр витре илсе шыва ан, шыв çине ман сăнăма пăх, шыв çинче манăн сăн пулмасан, эпĕ çуккине çавăнтан пĕл. Турх. Çамрăк сăнĕпеле çамрăк ӳсет, çамрăк ĕмĕрĕ иртет те, сăнĕ ӳкет. Якейк. Пиçнĕ çырла сăнĕ пор (у красавицы). N. Вăл Настяна сăнĕпе кĕлеткине тăвас тесех тунă та, ăсне кĕртсе çитериман. В. С. Разум. КЧП. Çакă çыннăн сăнĕ пур та, ăсĕ çук. У этого человека красота есть, да ума нет. N. Ман килти сăн йохса тохрĕ. Регули 982. Ним сăн те (ним ĕç те) çок. || Изображение. Синерь. Вĕсем хĕрлĕ тăн шăтăкне кайнă та, вăсем тăнтан ача сăнĕ тунă та, унăн куçне тăхлан кĕртсе лартнă. || Портрет. А. Турх. В. С. Разум. КЧП. Коридорта Луначарскипе Якăвлĕв сăнне (нельзя: сăнĕсене) çакрăмăр. Н. Сунор. Ман пата хăн (= хăвăн) сăна ӳкерсе яр. N. Çакă сăнăма асăнмалăх патăм савнă тусăма. N. Хам сăна ӳкерттерсе яр, тенĕччĕ. Сан сăмаха итлесе, пĕр тенкĕ парса ӳкерттертĕм. || Сходство. Регули 1389. Пăластăк ашшĕ сăнĕ пор. || Отражение. Янтик. Сирĕн урай пит таса-çке: сăн курнать саçим (зеркалит, т. е. отражает предметы, как в зеркале). Ачач. Хĕвел пĕрре тĕксĕм çутă пĕлĕт татăкĕ айне кĕрет те, пĕлĕт татăкне хура сăн çапать. Çутт. 157. Уйăх та тухрĕ те, хăй сăнĕпе шывра выльляма пуçларĕ, N. Эсир: шур хут сăнĕ çапнă, тетĕр (т. е. побледнел от сидения над книгами); ăна шур хут сăнĕ мар, вăл пирĕн ачасене епле те пулин вĕрентес тесе тăрăшнин сăнĕ çапнă, теççĕ. N. Вара вăйлă халăхăн культурĕн сăнĕ вĕсем çине ӳкет, вĕсене хăш чухне витĕрех çапса тухать. Шурăм-п. Ача, урай çинче те, тата урай пит çутă пирки аялта урайĕнче ларакан пукансенчен, сĕтелсенчен сăн ӳкет. Ib. Ман каллах ун патне шалти пӳлĕме кĕрсе, сăн курăнакан пукансем çине ларса курасси пулмарĕ. || Зеркало. В. Олг. || Маска. Çеçмер. Хăш чохне ачасам аташса çӳресе çорçĕр те иртсе каять. Хăшĕ тата сăн тăхăнаççĕ. Сăнсем полаççĕ качака евĕрлĕ, вăрăм коккăр мăйракаллă, çăмламас.

сĕн

(сэ̆н), понуждать, навязывать, настойчиво предлагать, навяливать. Якейк. Изамб. Т. Çав осал лашая ма сĕнсе çӳреп эп. Ib. Ан сĕн пустой, çавах илес çок эп. КС. Ытла трук ан сĕн (ытла трук ан хупăрла). Не понуждай слишком настойчиво. Ст. Чек. Нимĕне юрăхсăр пирне тек сĕнсе çӳрет (навяливает). Шурăм-п. Хырăм выçнă пулмалла, пурте сĕнмесĕрех çиме пуçларĕç. || Сулить. Толст. Пĕлĕтре вĕçсе çӳрекен тăрнана сĕниччен, малтан алла касăя тыттар. Утăм 17. Ирĕк тĕнче пур халăха ырлăхне сĕнет. Начерт. 158. Сĕнсе ил, брать с усилием. || Угощать, настойчиво. Хорачка. Хурамал. Тилĕ упа патне хăнана пырсан, упа ун умне çарăк çулçи пырса купаларĕ, тет: сĕнсе çытарма алă çок, тет, сĕнмесĕрех çи, тет. СПВВ. Сĕнмесĕрех ĕç, çи. || Страдать, нуждаться? N. Çити-çитми укçапала сĕнсе çӳремелле ан пултăр. См. вилнĕ çын кĕперри. || Направляться, побрести в известном направлении. ЧС. Эпир такçантан тин, çăмăр çуса чарăнсан тин, ăн кĕрсен, килсенелле тăрса сĕнтĕмĕр (= сĕнкĕлтетрĕмĕр, сулăнтăмăр). (Майра пасарĕ, Сĕнтĕр вăрри).

çых

(с’ых), вязать, завязывать, связывать, привязывать. Б. Яныши. Мишавай часрах сăмса тутрипе эрех ярса çыхса ярчĕ. Ст. Шаймурз. † Хрантсуски явлăк пур, тетĕр, пĕрте çыхса тухса тухмастăр. Кан. Унтан тункатисем çине тăрăх та, урлă та шертесем лартаççĕ, вĕсене вĕçĕнчен çыхса лартаççĕ. Скотолеч. 14. Ыратакан урине скипидарпа кантăр çăвĕ хутăштарса сĕрес пулать те, ăшă япалапа çыхса лартас пулать (лошади). N. Çав вăхăтра пĕр матрос карап хыçне çыхса янă кимĕ çинче пулнă. ТХКА 116. Çыхса пынă сулă юхса каясран, пысăк тымарсемпе сулла пĕр йывăçран кăкартăмăр. || Вязать (чулки, кружева). Микушк. † Шур курнитса умĕнче майра чĕнтĕр çыхать. Шибач. Çыхнă ĕçлĕк, вязанка. Сред. Юм. Çыхнă пиçикки, пояс. Ib. Çыхнă шапка, вязанная шапка. Алешк.-Сапл. † Сар хăмăшран маяк çыхаççĕ, сар хăмăшран маяк çыхмасанччĕ. || Пеленать.

çуса ларт

выпасть (о снеге). Орау. Паян чĕркуççи таран (по колено) çуса лартать пуль (снег), тесе, хĕпĕртесе выртрăм. N. 19-мĕш майра юр çуса лартрĕ (выпал) 2 вершка, çавăнпа пĕтрĕ палуми. || Наносить. Кан. Хăйăр çуса лартнине тасатаççĕ. Ib. Вулкантан сирпĕнсе тухакан кĕл йĕри-тавра тĕлĕ-тĕлĕпе 10 метр хулăмăшĕ çуса лартнă.

çумĕр чӳкĕ

назв. моления о дожде. N. 1906-мĕш çулта, майра тăваттăмĕшĕнче, çумăр чӳк турĕç. Чиркӳлĕ Аччара çумăр чӳк Çавал шывĕ хĕринче турĕç. Акă ун çинчен мĕн калаç: кашни килтен çăмарта, çу, кĕрпе, çăкăр-тăвар пухрĕç. Вĕсене пухса пĕтерсен, шыв хĕрринче пăттине, çăмартине пĕçереççĕ. Пур çимĕçне пĕçереççĕ те, унтан чăркуççи таран шыва кĕрсе тăраççĕ. Хуранне икĕ ват çынна тыттараççĕ, хуранĕ çурри шывра. Унтан темĕскер каласа чӳклеççĕ. Стариккине аçам тăхăнтараççĕ, хул-хушшине мăнă çĕлĕк тыттараççĕ, чӳк апачне унта çияççĕ те, пурте шыва кĕпи-йĕмĕпех сикеççĕ. Унтан иртсе пыракана курсан, уна та шыва тĕртсе яраççĕ. Çав уйăхрах 7 числара Катекре те çумăр чӳкĕ турĕç. Катекри çырман пĕр енчи туман, пĕр çути тунă, çăмарта икĕ çĕр пулĕ, кĕрпе пĕр пăт пулĕ, çупала сĕт икĕ витре пулĕ. Попечитĕлствă чарма тăрăшнă та, халăх пушшех урса кайнă. N. Пирĕн Çĕрпӳ хулинче, Мами вулăсĕнче, Ачча приходĕнче çумăр чӳк тăваççĕ. Ачисене ваттисем хушаççĕ. Вара ачасем çăнăх, кĕрпе, çу, çăмарта пуçтарса çӳреççĕ, унтан пĕçереççĕ. Пĕçернĕ чух та ачасене çерçи чĕппи илме яраççĕ. Ачисем çерçи чĕпписене илсе пыраççĕ, хăшне шыва яраççĕ, хăшне яшка çине яраççĕ те, унтан, çимелле пулсан, тĕслĕрен курăк татаççĕ те, шыв хĕрне лартаççĕ. Вара яшки пиçсен ялти ватă стариксене, юмăç-карчăксене чĕнеççĕ те, сăрт çине шыв хĕрне яшкине йăтса каяççĕ. Унтан вара ват стариксем, юмăç-карчăксем çĕлĕккисене хул-хушшине хĕстереççĕ, чӳклеççĕ. Яшкине, пăттине, çерçине, çăмартасене, пашалусене çинĕ çĕре пурте тухаççĕ: ачисем те, ашшĕ-амăшĕ те — пурте хура кĕпи-йĕмĕпех пыраççĕ. Шур тăхăнма юрамасть, тет. Вара, пурте пухăнса çитсен, апат çияççĕ. Апат çисе тăрансан, шыва сикеççĕ. Тата хăшĕ сикмесĕрех тараççĕ те, вара вĕсене виççĕн-тăваттăн хăваласа тытаççĕ те, тӳрех шыва утаççĕ. Хăшĕ çапах тарса хăтăлаççĕ. Вара шывра кăвакал пек лапăртатаççĕ. Мами вулăсĕнче Шăхасан приходĕнче çаплах тăваççĕ.

çуп

çоп (с’уп, с’оп), неизв. сл. Чертаг. Шур çуп шупăр(ĕ) çĕлетрĕм, чыстах майра сарахвань.

çурман-çурмаран

на половинки. Альш. Майра хĕрне çурман-çурмаран ваклаççĕ, тет.

çĕрçи çырли

клубника. См. çĕр-çырли. N. † Çĕрçи çырли шăрçа пек, пирĕн ак(а) майра пек. Собр. † Çĕрçи çырли пиçнĕ чух çĕртен шывран уйрăлтăм.

çĕтĕк

(с’э̆дэ̆к’), рваный, драный, оборванный. Йӳç. такăнт. 25. Сана аçу качча тăлăппа панă-и? Çĕтĕк кут! Ах шуйттан кĕвенти, çара-çерçи! Собр. † Çĕтĕк кутлă тимĕрçсем (кузнецы в рваных штанах) сиксе тимĕр çапаççĕ. Алик. † Çĕтĕк кĕрĕк тимĕрçĕ сиксе çапать тимĕрне. Юрк. Арăм, эсĕ каллех мана çĕтĕк кĕпе тăхăнтартăн! Сюгал-Яуши. Хамăн сăхман çук, сĕтĕк алшăли тăхăнса ачасемпе ăрам витĕр тухса каятпăр. || Оборванный, оборванец. N. Çĕтĕк майра макăрĕ. (Сохан). Зап. ВХО. Çĕтĕк майра çынна йĕртĕ. (Сухан). N. Пĕр хулана çитнĕ те, пĕр çĕтĕк маряран ыйтнă: чăнах-и çакăнта патша хĕрĕн куçĕ суккăр? (тенĕ). || Развалившийся, обветшалый. Курм. † Ĕçрĕмĕр те çирăмăр, тата пире мĕн кирлĕ? Килĕм толли ачам пор, çĕтĕк сала килĕм пор, чӳречерен чӳречея пăхаççĕ поль: апи килмерĕ, тесе, куç пак кĕтсе тăраççĕ поль; карта толли выльăхăм пор: хуçам килмерĕ, теççĕ поль. Пис. Çапах та эпĕ хăракаласа çĕтĕк çатан урлă кĕтĕм. В. Олг. Çĕтĕк пӳрт (плохая). || Худой, дрянной. Тогаево. Вăл каллах пĕр çĕтĕк кĕсре илсе килнĕ, тет. || Тряпье, рвань. ЧС. Хăйсем чĕреспе шыв, çĕтĕк тытса тăраççĕ, çĕтĕкĕсемпе шыв сирпĕтсе тăраççĕ (во время пожара). Эпир çур. çĕршыв. 23. Пирĕн вулăс тырă, çăмарта, çĕтĕк, хăяр, паранкă, панулми, çырла, аш-çу сутать. N. † Анне: çĕтек сотас, тет, сонтĕк илсе парас, тет. Юрк. Мĕшĕн çак çĕтĕксене пĕрте салатмастăн-шн? Орау. Çĕтĕк юсаччен çĕнĕрен ту, тиççĕ ваттисем. || Харкотина. Пшкрт. Çетĕк тохат (тоҕат). См. çĕрĕк. || Капризник. Орау. Ан йĕкĕлте (не дразни) ăна, çĕтĕк.

Тайра

имя женщ. N. Тайрапа Майра чуп-тăваççĕ. (Маччапа урай хăми).

тем чул

неизвестно сколько. Кан. Тем чул пулать ку, те пĕр четвĕрт пулĕ. Пазух. Шурă, шурă, шур çăка, çăка çулçи çаврака; тем чул çаврака пулсан та, тенкĕ вырăнне çакас çук. Торп-к. † Пĕчченĕн-пĕччекĕн (по одному; вар. пулккăн-пулккăн) хĕр тăрать; тем чул пулккă (вар. пулккăн-пулккăн) тăрсан та (как бы много ни стояло), чун юратни çуна çинче. (Маслян. п.) Сорм-Вар. † Ай, инке Матрен пур, тем чул нумай ларсан та, майра хĕрĕ пулас çук. || Затруднительно сказать, насколько... КС. Тулĕк (только) ку япала тем чул сан кăмăлна килĕ (не знаю, понравится ли она тебе). Торп-к. Амăш калар, тет: тем чул илсе килиян-çке (не знаю, сможешь ли ты принести ее). Илсе килен пулсан, илсе кил. || Едва ли. Якейк. Он патне каясси кайăн та, тем чул килте вăл (едва ли он дома). Ib. Тем чол май килĕ сана араслана корма. Едва ли придется тебе увидеть льва.

тырă

(тыры̆), хлеб в поле. N. Çĕр ĕçлесе тырă тума. Виçĕ пус. ЗЗ. Ун пек курăксем начарланнă çĕре çĕнетсе тырă аван пулакан тăваççĕ. N. Тырă сахал акаççĕ вăл енче. Тырăран (в отношении хлеба) аптăрасах каймаççĕ. Орау. Тырсам вырса пĕтерсен (после жнитва). Юрк. Тырăçем кăтăрса (отлично) пулнăччĕ. Тăв. 46. Вĕсен тыррисем те çук. N. Тырă татса пулмас. Не всегда бывает хороший урожай. N. Хăш чухне тырă татса пулмас. Якейк. Ĕлĕк тырă вырса Хорашаш праçнĕк (8 сентября) иртсен тин пĕтернĕ. Пĕр арăм Хорашаш праçнĕкĕнче çапла йорланă: „Виç ана тырра вырмашкăн, ача-пăчая хăвартăм, хамăр ĕçкĕре çӳретпĕр“. Он чохне çу та, кĕр те пит йĕпе полнă. Çăмăр нумай çунипа вырнă тырăсене кĕрконне шăн çинче торттарнă. Çораки тума Якори тĕлĕнче (2З апреля по ст. ст.) тохнă, çĕртме тума Петровски (29-го июня ст. ст.) тĕлĕнче тохнă, ыраш аки çине первайхи спас иртсен тохнă. Сборн. по мед. Ачалă арăмсем, мĕскĕнсем, тырă çинче (во время страды) ачисемпе нумай асап курса пĕтетчĕç. N. Тырă сутма иртет-и, иртмест-и? N. Петĕр тырă пĕтсен (по окончании страды) кайрĕ. N. Тырăсам лайăх пулчĕç. N. Тата тырă хамăрăн çĕнĕ тыр(р)а çитри çиме? Хватило ли у нас до нового хлеба? N. Тырă вырма пĕр тенкĕ полчĕ (жиитво стоило 1 рубль). N. Тырăсем мĕн хакра çӳреççĕ? Каковы цены на хлеб? N. Тырă акнă йолашки З8 пăт тохрĕ. После сева осталось З8 пулов. Изамб. Т. Тырă пĕрчилĕ улăм. Ib. Эпĕ хăранипе тырă тăрăх тартăм (убежал по хлебу, по загону). Ib. Тырă пит лайăх пулнă, тет. Ыраш пуссинче лашан пĕкки курăнми ыраш вăйлă пулнă, тет. Альш. Этемре Пукрава укçа нумай ĕнтĕ: тырă сутти укçи, хăяр сутти укçи. N. Çак ялсен кăçал тырă пĕрттех те çук (прямо совсем нет). N. Тырă патне çитрĕмĕр. Ере эрнерен кайса похах троппор (= пăхах тăратпăр). Чхĕйп. Каçхи сылăм ӳкмесен, тырă тĕшши выçă пулат. Юрк. „Тырă вырнă вăхăтра пулат: ывçă, кĕлте, тĕм, карта, çĕмел, сурат, майра-пуçĕ, йăран, ана, ака варри, утрат, пăрусна, ана палли, хăмăл“. || Хлебное зерно, жито. Вишн. 75. Тырра йĕпетсе ăшă çĕре хураççĕ те, вĕсене шӳтерсе шăттараççĕ; вара çавăнтан салат тăваççĕ. N. Ака тырри исе акаймарăм. Не сумел посеять яровых хлебов. N. Тырă акма кайнă чух, çул çинче тырă пĕрчĕкĕ выртнине курсан, тырă аван пулать, теççĕ. Ib. Çула, уя тырă кăлармасăр, кил-хушши е урам шăлсан, теллей пулмаст, тырă пулмаст, тетчĕç. Ib. Уя тырă кăларнă чух çул çинче ырă мар çынна е кушака, йăтта курсан, телей мар, теççĕ (тĕшмĕш). N. Тырринчен улăмĕ хаклă. (Загадка: соты и мед). ЧС. Çынсем çуннă тырăсене пуçтарса сăвăраççĕ. Регули 108. Эп онтан ут илтĕм, тырăпа çӳресшĕн (чтобы возить хлеб). || Полевые работы (хлебопашество). Альш. Тырра вĕсем ялĕ-ялĕпе пĕрле ĕçленĕ.

тимĕр пăх

(пы̆х’), железный шлак. N. Сирĕн лаçра тимĕр пăх(ĕ) нумайланса кайнă. Орау. Пĕрин ĕлĕк икĕ арăм пулнă, тит. Икĕшĕ те хыткан, начарскерсем пулнă, тит. Пĕре икĕшне те лартса хăнана кайнă, тит. Çул çинче тимрĕç лаççи панчен иртсе каймалла, тит те, тимĕрçрен ыйтать, тит: тимĕрç, çак ик майраран пĕр лайăх майра пулать-ши? тесе калать, тит. Тимĕрçи калать, тит: пулмаçть, виççĕрен пĕре лайăх пулать; виççĕшне пĕрлештерсе хĕртсе, пĕри тимĕр пăх пулсах пĕтет, çампа виççĕ кирлĕ тесе каларĕ, тит. (Из сказки).

турă амăшĕ

назв. божества, „божья матерь“. N. Пӳртре ларать, тет, пĕр карчăк; вăл карчăк пулнă, тет, турă амăшĕ N. Çӳлти мăн турă, мăн турă амăшĕ, турă хаяр амăшĕ, чун пӳрен турă амăшĕ. Яргуньк. Рак святой пулнă, тет, а майра турă амăшĕ пулнă, тет. || Икона „божьей матери“. Изамб. Т. Турă амăшĕ малтан çавăнта чарăнать (остановится), терĕçĕ. N. Торă амĕш аннă çĕре хĕрсем нăмай аннă (прибыли), терĕ полас..

тăпăл

дергаться, выдергиваться. N. Усал курăкпа пĕрле тулли те тăпăлать. || Износиться. Чебокс. Атăсем тăпăлса, çĕтĕлсе пĕтрĕç. Сапоги изорвались, развалидись. СТИК. Çĕлĕк чист тăпăлса тухрĕ (нутро вывалилось). N. Ура тăпăлса карĕ. Сред. Юм. Атă тăпăлса тохрĕ (çăпата и пр. износились, и при том показывает, как выдергиваются одно лыко за другим). Толст. Хăш-хăш чикĕмĕ хĕрринелле тухса каять те, тăпăлать-тухать. || Распуститься. СТИК. Çăмха тăпăлчĕ (= саланса кайнă, арканса кайнă). N. Йĕке тăпăлчĕ, распустилось веретено. Ib. Тăпăлса кайрĕ, отлетело. || В перен. знач. СПВВ. ФИ. Тăпăлчĕ — нимĕне пĕлмесĕр пит хытă вăр-çакан çын; акă икĕ хĕрарăм тавраш вăрçнă чух пĕри-пĕри нимĕне пĕлмесĕр темĕн-темĕн каласа тăкалтарсан: тăпăлчĕ саççим, теççĕ. || Навалить; сойтись. Сред. Юм. Ах тор, паян шкула халăх тăпăлчĕ, епле шăнăçĕç. Туперккульос З2. Çав майра пасарне пĕтĕм халăх тăпăлать. Ib. Мулкач хăвалама çĕр çын тăпăлса тухать.

тăрăс

подр. удару о пол или о землю. Сиктер. Кушака тăрăс! тутарчĕ. Хватил кошку о пол (и убил). || Подр. шумной пляске с припрыгиванием. Богдашк. † Тăрăс-тăрăс ташлама, ташлама, тимĕр ура пулинччĕ, пулинччĕ. || Подр. припрыгиванию или скачкам при ходьбе и беге. ЧС. Сурăхсем тăрăс-тăрăс тутарса сиккелесе кĕрсе карĕç (на двор при загоне). Хастарлăх 13. Тăрăс та тăрăс! пусса, харăссăн, йĕркеллĕн, яп-яка çулпала пирĕн отрет пырать. ЧП. Тăрăс-тăрăс тапни. ПТТ. Тăрăс-тăрăс сиксе кăшкăрса пӳртрен тухаççĕ. Б. Олг. Тăрчĕ çа çын ташлама, тăрăс-тăрăс сиккелерĕ, лайăхăн ташлимерĕ. ПТТ. Манăн пит ташлас килет, пĕр качака пек тăрăс-тăрăс, майра пек йăкăр-йăкăр туса кăна ташлăттăм. Янш.-Норв. † Тарăс-тăрăс тапмашкăн, Хусан атти пирте мар. Сред. Юм. Тăрăс-тăрăс — сикнĕ чухнехи сасса калаççĕ. || Подр. звуку удара при падении на землю. ПТТ. Хăшĕ çапла чуптарнă (на лошадях) чухне лашисем çинчен тăрăс! туса ӳкеççĕ. || Подр. звуку при толчении. См. тăла тĕртни__. || Подр. звуку при выстреле из ружья. Сред. Юм. Пăшал пенĕ чохне тăрăс (или тăрăс)! туса тохса каять.

хăлхалки

хăлхалхи, серьги. Изамб. Т., К. Розанова, Турх., Чутеево. N. † Сан хăлхăнти хăлхалки, вуник мăскал туртат-ĕçке. К. Розанова. Майра хăлхалкийĕ.

хăрах

(хы̆рах, хŏрах), один из двух. N. Шывне ĕçтернĕ чухне çĕнçын кăмака умне кайса тăрать те, çав шыва ĕçтерсе пĕтеричченех çĕнçынни кăмака умĕнче хăрах чăркуççи çинче ларать. КВИ. Этем укçа хутаçне хăрах алăпа йăтнă. А.-п. й. 54. Карчăкĕ кĕлетрен пĕр хăрах ывăç çăнăх илсе кĕчĕ те, сĕтпе-çупа çăрса, старикне валли пĕр пĕчĕк йăва пĕçерчĕ. Ib. 96. Ав, куратна, çулпала хăрах турта, пар лаша пырать тусан тустарса. Янтик. Якур хăрах уран (на одной ножке) сиксе тухрĕ ку çур пилĕк тăрăшне. Сред. Ют. Хăрах айккăн ôрам, односторонка. Говорят, если на одной стороне улицы нет домов. Якейк. Хăрах витрине çырмаялла йăвантарса ятăм та, вăл чăнкăр-чанкăр туса йăванса анчĕ. N. Хăрах хул хушшине çĕлĕк хĕстерсе. N. Хăрах алăкне кăларса кайнă. N. Çав вăхăтра пĕр майра картлă кĕвентепе, хăрах аллине пуртă тытса, çав вакка шыв ăсма пынă. Регули 926. Хăрах атă анчах топрăм. Букв. 1886. Атте мана çапла çыхса хунăшăн çиленнĕ. „Вĕтсе хăварам, унта пыриччен хăрах çăпата кантри явсан та, хăна усă пулĕ“,— терĕ. КС. Хăрах çăмарталлă ăйăр, нутрец, нутряк (одно яйцо спрятано в животе). СТИК. Хăрах чĕчĕллĕ ĕнене сумалла мар-и? Шурăм-п. Хăрах туналлă шăрăшлă хура (арăмути), Чăв.-к. Акка кăш тьыхаран хăрах хĕрнерех кайса тăнăччĕ. || Нечетный. N. Кучченеçсене те хăрах илсе пыраççĕ, пĕр йăвачă анчах нумай илсе пыраççĕ, ăна ача нумай пултăр тесе нумай илсе пыраççĕ. || Единица. Арзад. 1908, 36. Хăрах 9 пĕр 5 миçе пулать? Ib. 1908, 36. Икĕ тăххăртан икĕ мăшăр та хăрах кăларсан миçе пулать? || Одно ведро из пары. N. † Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. || Счет ниток (количество). Чутеево. Пĕр сум хăрах.

кӳлепе

(к'ӳл'эбэ), форма, отпечаток; корпус, тело, организм. Шурăм-п. № 10. Таса юр çине кайса выртса, хăйсен кӳлепине (отпечаток) хăвараççĕ. (Гаданье). Сред. Юм. Пăркон чирлесе выртнăранпа ôн çын кӳлепи çиç тăрса йолнă, сăнĕ-пуçĕ çыннăнни пик те мар. || Труп. Шурăм-п. Халĕ иккешĕн кӳлеписем те (их трупы) вилнĕ çĕртех выртаççĕ. || Портрет. N. Малта пысăк майра кӳлепи çакăнса тăрать.

кăлтăр

(кы̆лды̆р), подр. стуку некоторых вращающихся предметов, а также звукам, напоминающим этот стук. Иногда употр. в качестве гиперболы. N. † Аякра аслатисем авăтаççĕ (гром), кăлтăр-кăлтăр сассисем илтĕнет. N. † Кăлтăр-кăлтăр урапа, кăлтăртатса пыраят. (Хĕр йĕри). N. † Кăлтăр-кăлтăр урапа, ăçта каян урапа? Сред. Юм. Кăлтăр-кăлтăр-кăлтăрр! Арласа, толтара пынă йĕке (веретено) пĕтĕрнĕ чохне çĕре лексен, çапла сас илтĕнет. Шорк. Кĕпер урлă кăлтăр-кăлтăр (здесь: кŏлдŏр-кŏлдŏр) тутарса каçса карĕ. Ядр. † Кĕмĕл çĕрĕ (кольцо) варличчĕ, кăлтăр кусса тухинччĕ, çуна çине укинччĕ. Чăв. йум. 1919, 10. Çăмха (клубок), кăлтăр-кăлтар туса, вăрман сукмаккипе кусса кайрĕ. Якейк. † Кĕмĕл çĕрĕ варлăм пор, кăлтăр косса тохинччĕ, ман порняя (= пурнене) кĕринччĕ. Ала 87°. Пĕр ылттăн çăмарта (яйцо) сиксе тухрĕ те, кăлтăр! Иван патша патнелле кусса карĕ (звук от вращения). Собр. Кăлтăр-кăлтăр кăткă тĕми (муравейник), симĕс кайăк упăшки. (Кăркка аçи). Сала 227. Кăлтăр-кăлтăр кăткă тĕмески, майра акайăн упăшки. (Тăвар килли).

кăркка çырли

(-λиы), то же, что майра çырли «blitum virgatum, жминда лозная». Слакбаш. Кăркка çырли. Ăш ыратсан, типĕтсе ĕçтереççĕ.

кăшманла

назв. детской игры. Хорачка. Кăшманла (кы̃шманла), игра на олахе; каш(-ж-)ни çын омня ларса пыраччă ыталаса, пӧрт тăршшипа, каран тортса кăлараччă. Цив. Кăшман кăлармалла вылянă чух, кăшман пулнă ачасене аллисенчен туртаççĕ. Çĕнĕ Кипек. Кăшманла выляни. Кăшманла выляс пулсан, пĕр мăнă, выйлă ачана суйласа илеççĕ те, пĕр-пĕр юпаран тыттарса тăратаççĕ. Çав ачаран ыйттисем те хытă ытакланса, тытăнса каяççĕ. Çапла пĕр пĕринчен хытă ытакланса тытăçса пĕтсен, айăкран тепĕр ача пырать те, юпаран тытса тăраканĕн (чит. тăракан) ачинчен: хуçи пур-и? тесе ыйтать. Лешĕ: пур, сана мĕн кирлĕ? — Кăшман. — Кăшманпа мĕн тăван? — Майра пуç хуртланнă. — Апла пулсан, пĕр кăшманне ил. — Унтан вара леш ачи хыçалти ачисене: кăшман кăларап, тесе, туртмах тапратать. Вăл вара пĕр виç-тăват ачине те пулсан тытăнса тăнă çĕртрен туртса уйăрат те, калла юпа кутĕнчен ачаран ыйтма тапратать. Çапла вăйи пĕтичченех выляççĕ. Якейк. Пĕр хĕрача çĕре ларать (хуçа); он чĕрçине тепри ларать; çанашкал пĕр-пĕрин чĕрчине (так!) ларса, вонпилĕк ача та ытла ларса каяççĕ. Иккĕн поскилсем полаççĕ. Ларакансам, хыçалтисăр пуçне, порте кăшман. Поскилсем хуçине калаç: кинеми, сан анкартине сысна кĕнĕ, хуса каларар-и? — Кăларăр. — Пĕр кăшманне кăларар-и? — Кăлар(ăр) та, тăприне хытă силлĕр. — Йор! — Çав ик ача валта ларакан ачая ик холĕнчен тытса тăратса, çорăмран çапса яраççĕ. Пор кăшманне те кăларса пĕтерсен, хуçи тăрать те, тарать. Ăна хуса çитсе, ачасам холхаран кăçкăраççĕ.

кăшт

(кы̆шт, кŏшт), немного. N. Хĕлип сасă паллисене (буквы) пĕлнĕ, вулама та кăшт пĕлнĕ. Сред. Юм. Тепăртак кăшт çиç (= кĕлччиç) пар-ха! Дай-ка еще немножечко! ЧС. Кăшт тăрсан (немного погодя), хайхи çумăр çитрĕ те (подоспел), аслати пушшех пит хытă авăта пуçларĕ (гром стал греметь еще сильнее). Ир. Сывл. 32. Йывăç çинчи шăрчăк çеç кăшт чăрманма ӳркенмест. N. Ати каланипе кăшт чĕре лăпланчĕ. N. Çын арăмĕпе пĕрле кăшт та ан лар, тет. Кан. Кăçал вăхăтра çăмăр пулманнипе тырăсем кăшт начар пулчĕç. Емельк. Кăшт сăлтăкĕ (изьян) пур (напр. о лошади, о человеке). Çĕнтерчĕ 21. Кăшт пурăнсан, Тĕрлемес стантсине те шуррисем çунтарса ячĕç. Орау. Кăшт шăнтнипех ура шăвакан пулчĕ: ӳксе, сăмсана çĕмĕрессĕнех туйăнать (весьма краткое «ă»). Только немножко подморозило, а уж стало скользко: того и гляди упадешь и расквасишь себе нос. || Тихонько, слегка, чуть-чуть. Юрк. Кăшт чуп туса илет. Целует (его) слегка. Ib. Пурте пухăнсан, хай хатĕрлесе хунă лашсем (= лашасем) çине ларса тухса, хĕрĕ ăçта тухса тăма пулнă çĕре кăшт (быстро, незаметно) вăрттăн кайса тăраççĕ. (Самокрутка). Микушк. Вăл пуçне кăшт кăларма (высунуть) тăрсан, ача ăна касать-пăрахать. || Как раз. Юрк. Вăл хăçан накăратсем илнине килтисем пĕлсе тăрса, çав вăхăтра кĕсем кăшт Чĕмпĕре пырса çитеççĕ. Ib. Эпир çитес уммĕн кăна, пĕр пăрахут кăшт пырса чарăнчĕ (подошел к пристани). Альш. Вăл тухнă çĕре, инçе те мар, тет, тăватă вăрă кăшт пĕр майра хĕрне кăшкăртса (ее тащили, а она кричала) киле параççĕ, тет. Ib. Ку вăрă ачи вăл вăхăтра кăшт итлесе тăрат, тет. См. Paas. 70.

кĕвенте

(кэ̆вэн'дэ, к'э̆вэн'д'э, квэ̆н'д'э), коромысло (водонос). Тускел. Кĕвенте, изогнутое коромысло для носки ведер. В Пролей Каше кĕвенте— только коромысло для воды, а кисеп — пест, также и для стирки белья. Кан. Кĕвенте пек хытса тăчĕ. Альш. † Кукăр кĕвентесене эп çĕклеймĕп: çинçе пилĕкĕмсене аваймăп. Курм. Ой варринче кĕвенте выртать. (Межа). Шибач. Шу витрисене çакнă кĕвентепеле, шу патне кайнă. Сред. Юм. Кĕвентепе пит йывăр япала çĕклесе пынă чôхне: пит хĕрелсе çĕклет, тессине: кĕвенте пуçĕ хĕрелнĕ, теççĕ. Рак. Пĕр кĕвенте шыв, 2 ведра воды. || Коромысло у весов. Чертаг. || Палка для толченья (мытья) белья. Ст. Чек. Н. Мазик. Çырмара икĕ марйа (чит. майра?) ташласа тăрĕç. (Кĕпе кĕвенти).

йӳç-кĕпше

(-шэ), назв. растения (иначе: вырăс хуххи, майра хуххи). Избеби.

тăхна

то же, что тухья. С.-Устье. Тăхăр йĕрке тăхна, тăри йăва çавăрчĕ, вар пуси пак çӳçĕме кăткă йăва çавăрчĕ, майра сăнĕ пек сăнăма хурăн сари çапăрĕ. (Выражение печали в сказке).

тĕкĕл

подраж. учащенным, коротким шагом. Орау. Тĕкĕл-тĕкĕл туса пырать пĕр майра, тăлланнă пек, тăвăр сараппанпе.

тĕрĕс

правый, правильный, истинный, верный. N. Сирĕн сăмахсем пире тĕрĕс пек туйăнаççĕ. Чăв. й. пур. 6. Унтан вара старăстанăн тĕрĕс пулнă (оказался правым). Полтава 38. Тĕрĕс алла хĕç тытса, пĕрре кассах ĕç тăвас. || Целый, сохранный. КС. Эпир халь пурте тĕрĕс пурăнатпăр (все целы и здоровы). N. Халĕ чипер куç-пуç тĕрĕс чухне çырас, тет. || В целости, в сохранности. N. Çурт тĕрĕс тăрать-и? Тĕрĕс тăрать. В целости. N. Ял йышсем пурте тĕрĕс пурнаççĕ. КС. Эпир халь пурте тĕрĕс пурнатпăр. БАБ. Çак выльăхсем инче çула кайсан, унтан тĕрĕс таврăнма пар. Пшкрт. Шатак тĕрĕс порнатăр-и? Живы ли. Ib. Сорăксам тĕрĕс-и? Целы ли? Б. Олг. Вольăх та килте, шăпах, тĕп-тĕрĕсех порăнатпăр. || Нормальный, здоровый. Шурăм-п. Çыннисем пĕри те тĕрĕс пулман: пĕри кукша, тепĕри кĕçĕллĕ, тата тепĕри сăмса юха пулнă. N. Манăн алă-орасем тĕрĕсех. О сохр. здор. Çакăнта мĕн каланине пурне те лайăхрах ăнласа илсе, кирĕк хăçан та тĕрĕс туса тăма тăрăшас пулать. || Правильно, верно. Сунт. Çапла çав, çапла! Эсĕ калани тĕрĕс питĕ. СТИК. Эй тĕрĕс! Верно, верно, я ошибся. Яжушк. Халь укçу тĕрĕсех (в должном количестве, верно по счету). Кан. Склатран тĕрĕс мар çĕре кăларса янă чăптасене тĕрĕс вырăна кайнă, тесе, çырса хӳнă. СПВВ. Ку ĕç сăмах çинче тĕрĕс тăмалла пултăр. Изванк. Çав кукша майра çĕр тавраш тума пит тĕрĕс пĕлет. Янш.-Норв. Вăл старике пирĕн ялсем пур чӳк кĕллисене те питĕ тĕрĕс пĕлсе тăрат, тетчĕç. N. Эсĕ кăларнă йăлана пурне те тĕрĕс туса тытса тăратпăр. Изамб. Т. Укçа тавăрса парсассăн, тĕрĕс патăм, теççĕ. || В четном количестве. Ст. Чек. Тĕрĕс çимеççĕ (хур вăрри): тĕрĕс çисессĕн пурăнмасть. || Налицо. Яргуньк. Карчăк лашасам килнĕ çĕре алăка тухса сăвать, тет, пурте тĕрĕс, тет. || Ровно, точно. Собр. Тĕрĕс çĕррĕн килтĕмĕр, çĕр те пĕррĕн каятпăр. ПТТ. Вăл тĕрĕс хĕрĕх витре яни мĕне те пулин пĕлтерет пулĕ. ЧП. Эпĕ хам савнине курманнн тĕрĕс уйăх тулать ирхине. || Правда. || Здоровье. N. Сире турă тĕрĕсне патăр, тесе çырнă.

чанкама майра

без умолку говорящая женщина. Тюрл. Чанкама майра чарна пĕлмерĕ, тек чанкаса тăрать!

чаплушка

то же, что чаплашка. Изванк. Кукша майра сĕтел тĕлне тăчĕ те, алăк патнелле пăхса ик аллипе пĕр пашалу, пĕр юсман, виç йĕкĕр уçă хунă тиркĕпе виç-тăват кашăк пăтă хунă чаплушка çĕклерĕ те, ак çапла калама тытăнчĕ. Чертаг., Якейк. Чаплушка (круглая чашка из дерева, глины).

чатăрах

скорее. Пизип. Майра хĕпĕртесе кайнă та чатăрах вĕрен патне чупса кайнă.

хĕлĕх

волос конский. ГФФ. Ут хĕлĕх пек çиппинчен майра вирĕ пек пир тăвать. Из нитки, тонкой как конский волос, ткет она холст, тонкий как полотно. Кубня. Пански чăлха, хĕлĕх пушмак, пусассам килмест шурă юр çине. Якейк. Çиппи полать хĕлĕх пек, пирри полать катан пир, тĕрри полать хот çырри. Альш. Хура вăрман леш енче хĕлĕхрен çинçе хăва ӳсет. Кĕвĕсем. Шур шăтăклана шăтăклама шур хĕлĕхрен çинçе çип кирлĕ. Тюрл. Атăл урлă хĕлĕх картăм. К.-Кушки. Хĕлĕх, также волос на хвосте коровы. N. Хура вăрман хыçĕнче хĕлĕхрен çинçе хăва ӳсет. N. Вăрманта тилĕ юртать хĕлĕхрен çинçе çулпала. О Рыболовная леса. Шашкар. || Струна.

хĕрес

крест. Изамб. Т. Хĕресе кутăн çаксан тăвăп (если забуду совесть). Чхĕйп. Хăйсем çине хĕрес палли хуман. N. Хĕрес хунă кăкăр çине. N. Вăлсам ака мĕн вăхăтра хĕрес паллине тунă. Иванова. Хĕрес вырăнне е юпа, е чул лартаççĕ. Сунт. IЭЗЭ, № 9. Туйраран тунă пысăк хĕресне (могильный крест) пӳрт тăрне хăпартса лартнă. ТХКА 74. Симĕс курăк ешерсе тухать, шăтăксем çинче хĕрлĕ тăпра. Анне патне пытăм, хĕресĕ чалăшнă. N. Алăк, чӳрече тĕлне хĕрессем туса çаврăнаççĕ. Никит. Аялти ниркесене вырнаçтарса хурсан, кашнă кĕтессе пĕрер хĕрес хураççĕ. Юрк. Майра тухса кайсан, нумай та вăхăт иртмест, малти алăкĕнчен пупсем хĕреспе пырса кĕреççĕ. || Трефы (масть в картах). Тиханьк., Изамб. Т., Тайба-Т. СТИК. Мана эс хĕресне пар. Ходи ко мне трефамн. N. Манăн хĕрес пултăр. Мои будут трефы. N. Хĕрес тăххăрли, трефовая девятка. || Назв. женского украшения. N. Мăя çакмалли хĕрес. См. хĕрес кантри. || Назв. частей мельницы. Крестообразные горизонтальные брусья. См. арман.

шакăртат

стучать, шуметь. Чирч-к. Хĕвел ансан ял хушшинче юрланипе урапа шакăртатни анчах илтĕнет. Кан. Шыв-шур саспах шакăртатса юхать. N. Шакăртат (о колесах вагона). N. Çуртра кашăк-тирĕк шакăртатмасăр тăмасть, тенĕ ваттисем. N. Унăн ураписем шакăртатса сиксе пымаççĕ. N. Шакăртатса халанра хăйсен чунне саваççĕ, малаллахи пурнăçра ыр курасса шанаççĕ. Орау. Ăсла манран шакăртатсах юхса юлчĕ. Альш. Ку салтаксем лашасăр-мĕнсĕр ахаль шакăртатса тавранаççĕ, тет. || Засохнуть. Трахома. Куç хăрпăххи хытса шакăртатса кайнă, пылчăк анчах. N. Шакăртатса типсе кайнă (напр. картофель). || В переносном мысле. НИП. Шакăртатса ларать вара анисем çинче майра-пуç.

шеплĕ

красивый, славный. N. Шеплĕ майра патшана хам куçран пăхтарăп. СТИК. Ай-хай, çав лаша пит шеплĕччĕ! илеймерĕм. Ах, какая славная была лошадь! Не пришлось купить. СПВВ. Шеплĕ, ладный. ПТТ. Ай! ай! епле чăтаççĕ! Хăшне пит шеплĕ лекет (т. е. удары в „сĕрен“).

шыв

(шыв), вода. НР. Атăл шывне ăсмашкăн çутă витре кирлĕ мар. Чтобы зачерпнуть волжскую воду, светлого ведра не нужно. Хурамал. Шыва ярсан, кĕмĕл ирĕлмĕ. Если пустить в воду серебро, не растворится. Ib. Шанкарчă чĕппи шыв ĕçнĕ чух хура пуллăн мĕн ĕç пур. Когда молодой скворец пьет воду, какое до этого дело рыбе? Шурăм-п. Урапа çине шыв пички лартса чуптарать. О сохр. здор. 68. Шыв тĕрлĕ пулать вăл. Ib. 71. Шыва таса тăратас пулсассăн, унта тислĕк, çӳпĕ-çапă, вилĕсем такасран чарас пулать. Ib. 69. Шывран тислĕк шăрши, кӳкĕрт шăрши, çĕрнĕ шăршă кĕрет пулсан, вăл шыв аван мар пулать. Чутеево. Шыв чечеке ларнă. Орау. Шывне виçĕ хутчен те улаштарса чӳхерĕм-çке, çапах та тасалман. Альш. Шыв çинче пĕлĕт курăнат (отражение неба). ГФФ. Калтăр-кăлтăр кăвакарчăнне, кăвакарчăнне, вăл шыв çине лармасăр, лармасăр, эпĕр çона çинчен анас çок. Пока голубь-воркун не сядет на воду, мы с саней не слезем. Трхбл. Чей куркинчи шыв çине виçĕ кашăк эрек ятăм. N. Пилĕк таран шыв çине пултăмăр. N. Пура çине шыв каять. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водой. Капк. Юр ирĕлнипе кӳлленчĕк пулнă. Кĕрсе кайсан калушна шыв илĕ. А.-п. й. 74. Вершник çине улăхма тăрсанах, Ваçлей такăнчĕ-ӳкрĕ те, салатне веçех шыва тăкса ячĕ. Когда он ступил на плотину, споткнулся и упал. Пуловка с солодом покатилась в воду. Ib. 74. Ваçлей нимĕн тума аптранипе пĕр патак илчĕ те шыва пăтратма пуçларĕ. Василий не знал, что ему делать. Затем взял палку и стал помешивать воду с солодом. Ib. 74. Аха, шыв сăра пекех пулчĕ иккен-ха. Ого, вода густеет, как пиво. Сред. Юм. Шывва чăм, нырни в воду. Ib. Шыв ĕçе-тăркача ман паян саççим хырăм кӳпсе кайрĕ. Орау. Ĕçес килсех ĕçетни эс вăл шыва? Сред. Юм. Шывву полин ĕç ху çав таса марскере. Орау. Шыва выç-варла ĕçсен, чĕрене çиять. ТХКА 108. Шыв ĕçсен, йысна шыв хĕрне чăркуçланса ларчĕ те, курăк татса илсе: эпĕр ĕçмен, вырăспа майра ĕçнĕ, тесе, шыва пĕр курăк пăрахрĕ. Альш. Шыв уланă — çын шыва кайса вилессе, çын чĕрене илессе. ГТТ. Шыв чакнă, шыв ӳснĕ, шыв тапраннă, теççĕ. КВИ. Пирĕн çырман шывĕ чакнă. Орау. Çул айяккисене шыв туха пуçланă. Ib. Çул аяккисенче шыв кӳленсе тăра пуçларĕ. N. Иртнĕ çул çуркунне Атăла шыв питĕ тулчĕ. Хурамал. Кăçал çурхи шыв пит шеп юхрĕ. ГФФ. Çорхи те шывпа йохса та кайнă полсассăн... Кабы я уплыл с вешней водой. Хурамал. Сиксе-сиксе шыв юхсан, çыранĕсем епле тусет-ши? Когда волнуясь течет вода, как это только выносят ее берега! Тайба-Т. Шыв çисе пынипе çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айне пулнă. Когда берег от размывания водой обрушился, то столб очутился под водой. Абыз. Сарай айăнь шыв юхать. Под сараем протекает вода. Ст. Чек. Шывĕ юха пырат, пăрĕ шăна пырат. (Пир тĕртни). N. Шыв пит вăйлă карĕ. N. Çуркунне шыв кайсан... Красн. Горка. Пĕчикçĕ ачасем тимĕр кĕреçемпеле шывсене (воду в разных местах) пĕвесе çӳреççĕ. N. Шыв иртсен... Альш. Этремел хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Шыв, иртсе кайсан, унта питĕ аван курăк персе тухать. N. Кайран, шывсем юхса пĕтсен, пĕтĕм уйсам, çарансем, вăрмансам симĕсленме пуçлаççĕ. Ау 389°. Шыв ӳкмесĕр çырне ан хыпала. N. Шыв йăрлатса юхать, тонкою струей. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. Юрк. Анатра арман авăрат, шыв сассипе чулĕ çаврăнат. Собр. Çын вилли вăл пит шывшăн çунать (жаждет), тет. Ала 14°. Тепĕр кайăкĕ калать: эпĕ те çавă патша çинчех шывсăр типĕтсе усратăп, тет. Кн. для чт. I, 15. Шывсем типнипе çынсем шывсăр виле пуçланă. Букв. 1886. Вара шыв шыран. Юрк. Ирĕксĕр çын пуссине шывшăн çӳрес пулат. Макка 30°. Арма (= арăма) шыва кăларнă. Жену за водой послал. Артюшк. Çав шыв хĕррине пĕр хĕр шыв илме аннă. N. Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Хурамал. Çинче пилĕк йилене тăхăнсассăн, кĕвентелесе шыва каяс çук. Если надевешь бешмет с тонкою талией, то не пойдешь с коромыслом за водой. Ромс. 29. Амăшĕ шыв патне тухса кайнă. Ib. Шыв панчен килсен, люшкисене йăпăр-япăр уçса пăрахнă. Кан. Икĕ хĕрарăм тĕл пулчĕç. Пĕри шыв кӳме каять, тепĕри шыв кӳрсе тавăрăнать. Н. Седяк. Кĕлетрен тухсан, çĕнĕ çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ (за водой). Ала 67. Тата çĕнĕ çыннăн упăшки хапха умне тухса тăрать шывран таврăннă çĕре. N. Шывран килтĕм. Ходил за водой. Изамб. Т. Лаша урине шыв ансан, лашана шывра тăратаççĕ. Сред. Юм. Лаша ôрине шыв аннă (опоили). Ib. Лашава шыв антарнă (опоили). Ib. Лашана шыв лектернĕ (опоили). Ау 8°. Лаша калать: çĕртен каяр-и, çӳлтен каяр-и, шывран каяс-и, тесе каларĕ, тет. Трхбл. Ку чечексене шыва лартас пулать. Ib. Чечексем шывра пĕр эрне ларса та шанман. Орау. Пирĕн сӳс-кантăр шыврах выртать-ха кăçал халчченех. Кан. Ытла та ӳсĕмсĕр ĕç вĕт вăл: кантăр пусине тат, типĕтсе çап, шыва хут. Янш.-Норв. Çын шывра ишнĕ чухне аллисемпе яра-яра ишет (перебирает). N. Вакран шыва янă. N. Утăсем, пĕтĕм тырă пулă — пурте шыв айне юлса çĕрсе пĕтнĕ. N. Кимĕ туса шыва янă (пустили в воду). Зап. ВНО. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан курăнмĕ. (çу). Ib. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан çĕрмĕ. (Кăмрăк). Т. Григорьева. Шывăн турат çук, вутăн алли çук, теççĕ. N. Шывран таса пулма çӳретĕн. Нюш-к. Шыва хирĕç çил вĕрсен, çăмăр пулать, теççĕ. С. Тим. Шур Атăлта пулă ишет-çке, çунаттине шыва хумасăр. N. Эпĕ çитнĕ çĕре теплушкана (помещение для сторожей при пожарной машине) шыв тунă: шăпăр-шапăр тăвать (течение струи) шалта çĕр урайĕнче. Орау. Тăнсам! пĕтĕм пӳрте шыва янă! Болваны! всю избу залили водой (дети). N. Нассус пырши шăтсан, шăтăкран шыв шаркаса чуптарат. Кĕпçене çĕре пăрахсассăн, шыв шарлатса чупат. Сред. Юм. Пĕчик çӳхе чôла шыв çинелле вирлĕ аялтан утса ярсан, çав чôл чалт! чалт! тутарса шыв ĕçсе каять. КС. Шывпа пĕрĕхтереççĕ (прыскание). Никитин. Хурсем каçпа ларакан вырăна тараса чакалас пулать; унта шыв час тухать. Хурсем шыв пур вырăна анчах çĕр каçма лараççĕ. || СТИК. Айлăм çĕрти купăстана шыв сапма юрамаст — шыва ларат. Купаста шыва ларсан, вăл начарланса юлат. Шыва ларнă çаранти курăк та сайраланса юлат. Магн. М. 59. Шыва лар. || Альш. Сăмаха шыв пек юхтарат. Ст. Яха-к. Çак кĕлле ăстарик шыв епле юхать (плавно), çавăн пек пĕр такăнмасăр хăвăрт каласа тухать. ТХКА 13. Пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать, картинсем тума вĕренсе кайнă. N. Утни-юртни сисĕнмест, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Чăв. й. пур. 10°. Çапла тусан вара лашисем шыв пек кайнă. Сред. Юм. Посса кайса пăхса çӳрерĕм те эп, ôрпасĕм шыв пик йôхса лараççĕ вит (хороший урожай). Альш. Ачанăн варвиттне кайнă, шыв пек юхтарат. || N. Ăна пĕр кашăк шывпа ĕçсе ярăн (говорят про красивую девицу). || Кан. Пĕр 10 пин тенкĕ шывпа юхрĕ. Шурăм-п. Çулла хăйă хăшĕ пĕртте çутмаççĕ: укçана шыва пăрахмастпăр, теççĕ. Ib. Вĕсем ĕмĕрне те хăйсен юлташне шыва пăрахса хăварас çук (не оставляют без помощи). Орау. Çын хăйне хăй шыва пăрахмасть (не топит сам себя). Капк. Хамăр хурăнташа шыва ярас çук вĕт, терĕм (не выдам, не предам). || Букв. 1908. Маруçăн улма çиесси килнипе çăварĕнчен шыв килнĕ. Сред. Юм. Çинине корсан, çăвартан шыв килет. || Чăв. й. пур. 5. Хăйĕн сăмсинчен тапак туртнипе сап-сарă шыв юхса çӳрет. || Буин. Шывпа пĕрлех килчĕ. Ребенок вышел из утробы матери вместе с водами. N. Малтан шыв кайрĕ (перед родами), ача типпе юлчĕ. Ача умĕ килчĕ, ачи çуралчĕ. || Сок. Шурăм-п. Карта патĕнче хурăнсем те пур. Çуркунне вĕсен шывне ĕçме юрать. || Сыворотка. Изамб. Т. || Пот. Альш. Икĕех те шурă та халь ут юртат, тилкеписем тăрăх та шыв юхат. Ала 63°. И, хир-хир урлă килтĕмĕр, çĕлен пек ута шыв турăмăр. N. Лашисем пĕтĕмпе шыва ӳкеççĕ, ачисем çапах çӳреççĕ. Мусир. Хура шатра Иваншăн хура шыва ӳкрĕмĕр (сильно вспотели). N. Тарласа шыва ӳкнĕ. || Слезы. Альш. Çакăях та тăвансем асма (= асăма) килсен, икĕ хура куçăмран шыв юхат. Собр. Куçран куçа пăхсассăн, икĕ куçран шыв килет. || Дождь. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв çăват, чӳрече витĕр курăнать. (Хĕр йĕри). || Река. ГФФ. Кăвакал ишет шыв тăрăх. Утка плывет по реке. Хурамал. Хурĕ каланă: „Ну эпĕ çурт лартап-и? Эпĕ аслă шывра та хĕл каçăп“,— тенĕ. Ib. Аслă шыва кĕтĕм ăшăк тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур тесе; ĕнчĕ куçлă çĕрĕ шыв çути, эпир атте-аннен куç çути. Вошел я в большую реку, думал, что мелко, думаль что есть там перстень с жемчужным камешком. Перстень с жемчужным камешком — свет реки, и мы у отца и матери — свет очей. ЧП. Пирĕн пӳрт аяккипе мăн шыв юхат. Тораево. Ĕçтерсе ӳсĕртсе пичĕкешне хупса икĕ пуçне питĕрсе мăн шыва кайса ячĕç, тет. Янорс. Вара эпир Атăл хĕрне çитрĕмĕр, кунта эп Атăл шывне куртăм. Хурамал. Ăлăхрăмах çӳлĕ тусем çине, антăм-ĕçке Самар шывĕ çине. Поднялся я на высокие горы и спустился на реку Самарку. Альш. Самар шывĕ юхат вирелле, сар хăмăшсем тайлаççĕ шывалла. Эпир çур. çĕршыв. 24. Шăматран иртсессĕн çул Вылă шывĕ урлă каçать те, уй тӳпинелле каять. Сюгал-Яуш. Пĕр çын шывра луткăпа пулă тытса çӳрет, тет. N. Вăл шыва пĕрте шăнма памаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кермансене килме питĕ чарса тăрать, вăл шыва пĕрмаях тупăпа персе ватса тăраççĕ. Çулла çав шыв патне çитеччен пĕрмаях çĕмĕрсе килчĕ. Баран. 119. Çăва тухсан, пысăк шывсемех ăшăкланса юлаççĕ. С. Айб. Шыв урлă каçаракан сан патна пырса шыв урлă каçарнăшăн санăн аллуна ыйтĕ. Альш. Пилĕк пĕрчĕ хăмăшпа çул килтĕм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа шыв каçрăм, каçсан та урам йĕпенет, каçмасан тăванăм ӳпкелет. N. Хура шывсем юхат вирелле. || Назв. божества. N. Вăл мĕн калать хăй патне пыракансене: эсĕ çава çырмари шывпа питне çунă та, çанти шыв тытнă, тет. Бгтр. Кĕрĕк ăçта çул çинче шыв ĕçсессĕн, çав шыв ан тыттăр, тесе: эпĕ ĕçмен, пĕр вырăспа пĕр майра ĕçнĕ, тесе, шыв çине кирек мĕн сапса хăварнă. N. Тата шыва çав хурантанах чӳклеççĕ. С. Алг. Шыва мимĕр (толокно).

шыв юххи

поток, течение воды. Изамб. Т. Ирхине пĕртак шăнтнипе шыв чакнă та, пире шыв юххисем урлă каçма пит аван пулчĕ. Синьял. Марье шыв кӳме кайнă чух майра утти утатчĕ, шывне кӳрсе килнĕ чух шыв юххи пек юхатчĕ. Сред. Юм. Çинçерех тĕлте шыв пит хăвăрт йôхать, çав вырна шыв йôххи теççĕ.

шăмпăр-шампăр

подр. звуку, производимому ногами, когда лезешь в воду. ЧС. Хамăр (а сами мы) шыва шапа пек шăмпăр-шампăр тутарса сиксе карăмăр. Альш. Майра шăмпăр-шампăр тăват та, çавăнтах (в воде) вилнĕ. Шел. П. ЗЗ. Унта тата урăх та питĕ нумай улăхра: йăлтăр-ялтăр кӳллисем, шăмпăр-шампăр пуллисем. См. МКП. 76—77.

шăрçа

бусы, бисер, ожерелье. НР. Олăхри корăк, ай, ока пек, ирхи сывлăм шăрçа пек. Луговые травы как позументы, утренняя роса как бисер. И. Тукт. Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. А.-п. й. 60. Пукане шупăрне те, мăйи-шӳлкемине те, шарçине те тилле хывса парать. N. Пирĕн тантăшсем (сверстники) шăрçапа, пирĕн варли çок, шăрçа çок. Шемшер. Çĕр-çырли шăрçа пек, пирĕн акка майра пек. Ядр. Улăх ути, ай, ука пек, çĕрти çырла, ай, шăрçа пек. N. Çĕрçи çырли шăрçа пек, пирĕн акка майра пек. Буин. Инке кĕчĕ, ай, юрларĕ, шăрçа пек кăмака чĕтрерĕ. N. Шăрçа пек тар юхать çулаканăн ӳт тăрăх. N. Лапăллă çĕртре çăра курăк, ирхи сывлăм шăрçа пек ларать. N. Пичĕ-куçĕнчен юн тăкăнса пырать, куçĕсем шăрçа пек — виттĕр курнаççĕ. Рак. Хĕрсем выраççĕ сарă сĕлĕ, сурачĕсене шăрçа пек хываççĕ (симметрично). СТИК. Шăрçа пек çырнă. Написано очень красиво, симметрично. Ала 99. Вилсен чонне шăрçа виттĕр кăлараççĕ, тит, çав, çампа салтса илтĕм. Ib. Вилнĕ çынна шăрçа парса ямаççĕ, парса ярсан та çĕмĕрсе парса яраççĕ. Т. Григорьева. Шăтăклă шăрçа çĕрте выртмас, теççĕ. Ходар. Çамрăк пăрусем чирлесен, вăлсен мăйĕсене пилеш шăрçасем çака-çака яраççĕ. ЧП. Сирĕн пӳртĕр шурă-мĕн, унăн кăмакисем шăрçа-мĕн. Янтик. Сирĕн кăмакăрсем шăрçа-мĕн (çутă сăнлă кăмака), кирлĕ марччĕ вĕсене сăрлама. Бюрг. Сирĕн кăмакăрсем шăрçа тĕви. ЧП. Шăрçа кăмакисем кисренчĕç. Байг. Сар кайăк, сар кайăк, ман йăмăка кортăн-и? — Корнăччĕ: шăрçа тавар пăхатчĕ. || Счеты (прибор), шарики счетов. N. Шăрçапа шутлама, тĕрлĕ сатачсем тума, унтан тĕрлĕ кĕлĕсене чăвашла та, вырăсла та вулама-юрлама вĕрентнĕ.

пирешкел

подобный нам. Актай. Майра хĕрĕ пуль тесе (мы думали), пирешкелех чăваш хĕр; çара кутлă пуль тесе, пирешкелех йĕмпеле.

ача

(аζ’а, аџ̌а; Пшкрт, Писмянка ача), infans, parvulus; puer; puella; virguncula; adolescens, adolescentulus, iuvenis, дитя, ребенок; мальчик; девочка; парень, юноша; девушка. Зап. ВНО. Амăшĕ пулсан, ачи пулать. Орау. Йăван арăмĕ ачи хыçĕнчен тасалнă ĕнтĕ. Жена Ивана уже оправилась после (ребенка) родов. Н. Седяк. Ача çуралсан, кăвапине касаççĕ. Ывăл ача пулсан, кăвапине çĕçĕпе е пуртăпа касаççĕ: çĕçĕ пек çивĕчĕ пултăр! теççĕ. Кăвапине пуртă çине хурса, çĕçĕпе касаççĕ, ак çапла каласа: ĕçе хавас пултăр! Икĕ тĕрлĕ калаççĕ. Примеч. Хĕр-арăм çăмăлланаймасан: упăшкине йăвăр, усал сăмах каланă пулĕ, теççĕ. Çавăнпа арăмĕ урлă упăшкине виçĕ хут каçараççĕ. Упăшки: унăн çылăхне каçаратăп, тет. Ача çуралсанах, çăварне çу хыптараççĕ. Ачана тĕне кӳртсен, пăртак пурăнсан, ача чăкăчĕ чӳклеççĕ. Чӳклессине пĕр-пĕр чухне ĕçсе-çисе ларнă чух чӳклеççĕ. Сĕтел çине çăкăр, ун çине пĕтĕм чăкăт хураççĕ. Унтан, ура çине тăрса чӳклесен, çăкăрĕпе чăкăтне вакласа, валеççе параççĕ. — Ĕмĕрлĕ пултăр, кунлă-çуллă, пултăр! теççĕ. Пĕр-пĕр çыннăн ача çуралсан: çĕнĕ кайăк çуралнă, теççĕ. Унтан тата ыйтаççĕ: ылттăн-и, кĕмĕл-и? теççĕ. Ылттăн — ывăл ача, кĕмĕл — хĕр-ача. Пин тенкĕ, теççĕ, çĕр тенкĕ. Когда родится ребенок, ему обрезывают пупок. Если родился мальчик, то пупок обрезывают ножом или топором, со словами: «Пусть будет остр, как топор». Пупок кладут на топор, разрезывают ножом и говорят: «Пусть будет работящим!» Говорят двояко. Примеч. При трудных родах делают предположение, что жена когда-нибудь сказала мужу что-нибудь оскорбительное и нехорошее. Поэтому заставляют мужа переступить через жену трижды. Муж заявляет, что он прощает своей жене грех. Как только родится ребенок, ему дают в рот немного масла. Немного спустя после крещения, молят ребячий сыр. Этот обряд справляют во время пирушки. Кладут на стол хлеб, а на него непочатой сыр: потом встают, совершают моление, а хлеб и сыр раздают по частям присутствующим. При этом говорят: «Пусть будет долголетен!» Если у кого-нибудь родится ребенок, то говорят: «Родилась новая птичка» (или: зверек). Кроме того, спрашивают: «Золото или серебро?» Золото — мальчик, серебро — девочка. (На это отвечают): «Тысяча рублей» (если родился мальчик и) «сто рублей» (если родплась девочка). Ср. Алг. Ача çуралсан. Пуçламан чăкăт илеççĕ, пуçламан çăкăр, сăра ăсаççĕ. Кĕл-тăваççĕ турра: турă! ху çуратнă чунна лайăх ырлăх-сывлăх пар пурăнма. Алăк уçса, пуççапаççĕ турра. Когда родится ребенок. Берут непочатой сыр и непочатой коровай хлеба, нацедят пива и молятся богу: «Боже! дай счастья и благополучия живому существу, созданному тобою!» Отворяют дверь избы и делают земные поклоны. Собран. 195. Ача çуратсан, ăна, тĕне кӳртсе, уйри тăр-пĕччен ларакан йăвăç патне илсе каяççĕ, унта хăйсем урăх ят хураççĕ; урăх ят хумасан, ача пурăнмасть, теççĕ. Когда родится ребенок, то его окрестят и отнесут к дереву, одиноко стоящему в поле. Там они дают ребенку другое имя, думая, что в противном случае ребенок не будет жить. Ст. Чек. Эпĕ ача çулĕнчен тухнă ĕнтĕ. Я уже вышел (вышла) из детского возраста (гов. когда исполнится 12 лет). Ib. Эс ача мар ĕнтĕ, ача çулĕнчен иртнĕ ĕнтĕ. Ты уже не ребенок, твои детские годы уже прошли. Ib. Ялан ача пулăттăн. Ты все хотел бы быть ребенком. Собр. 71. Ача пăхакан выççа вилмен, йытă пăхакан выççа вилнĕ, теççĕ. Кто ухаживает за ребенком, не умрет с голоду, а кто воспитывает собаку, умрет голодной смертью. Альш. Варвари Пăрăнтăкран Кашана качча кайнă. Ачине тутар арăмĕпе тунă, тет. Варвара вышла замуж из Бурундуков в Елховоозерную. Говорят, что при родах у нее была бабкой-повитухой татарка. N. † Улма пахчи турăм та эп, ача кулли пулчĕ вăл. Я рассадил яблоновый сад, но он достался в добычу детям (т. е. они воровала из него яблоки, ломали деревья и пр.). Ч.С. Эпĕ: халĕ мана никам та чаракан çук, тесе, ар шухăшăмпа шухăшласа ларатăп. Я сижу и думаю своим детским разумом: «Теперь меня некому останавливать» (т. е. удержввать от шалостей и проч.). Шурăм-пуç З. Çĕнĕрен тӳрри пур теççĕ те, çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ. Ай-хай, ача Учун пур та, çав Ивана пăрахаймаçть. Говорят, что имеется новый друг (любовник), а она, Ульяна, не можст бросить того Ивана. N. † Ай-хай ача Татьяна Киштек çулĕпе сиккипе. КС. Вăл ачи унăн кампа пулнă-ши? От кого у нее этот ребенок? Якейк. Валтанхи ар, хырăмра чох, эпĕр, туран куççа, анса лартăмăр. Когда я ходила первым ребенком, мы переселились с верхнего конца деревни на нижний. Шорк. Ачана кипкепе тыт. Держи ребенка в пеленках. КС. Эй, ачупа пĕрле!.. йĕрĕнтермĕш!.. Эх, чтобы тебя с твоим ребенком!.. Надоедник!.. Сред. Юм. Ача ӳкмен, сурчăк ӳкнĕ! Пĕчик ачасĕм ӳке парсан, пысăккисĕм, ачана тăратнă чухне, ача ӳкнĕ çĕре сурса, çапла калаççĕ. Не ребенок упал, а плевок! Когда упадет ребенок, то взрослые, поднимая его, плюют на то место, где он упал, и произносят эти слова. Чебокс. Тепĕр кун, кăнтăрлахи кĕлĕрен тухсан, атте ачана çĕклерĕ те, урамалла йăтса тухрĕ. На другой день, после обедни, отец взял ребенка (мою маленькую сестру) и понес ее куда-то на улицу. Собр. 103°. † Сак çинче ача вылясан, ашшĕ-амăшĕ курать — савăнать. Когда на нарах играет ребенок, отец с матерью смотрят на него и радуются. ХVIII. З1. Сак тулли ача пар. Дай полные нары детей. (Из моленья). Нюш-к. Ача пăлатна пулсассăн, уна пĕр çулталăкранах ĕмĕртме пăрахтараççĕ. Если ребенок здоров, то его советуют отнимать от груди, как только ему минет год. Ib. Тата тĕлĕкре пĕчик ачана курсан та, чирлессе, теççĕ. Говорят, что видеть во сне маленького ребенка также предвещает болезнь. Курм. Ача çăлтан топрăмăр. Мы нашли в колодце ребенка. Так говорят, когда родится ребенок. Вир-ял. Çав хĕр мана ача тет; аллине ача тытмасăр çав хĕр качча ан кайтăр! Эта девка называет меня мальчишкой; пусть не выйдет она замуж раньше, чем родит («возьмет в руки») ребенка! Шел. П. 66. Ача туман арăм ача тăвасшăн вилесене (покойникам) панă вĕт ăна (лоскут холста). Сарат. «Çывăр, ачам (хĕрĕм), çывăр! Аннӳ кайнă çырлана; татнă-татнă — ывăннă, унтах, выртса, çывăрнă. Аçа çаптăр, çиçĕм çиçтĕр, пирĕн аннене (или: санăн аннĕне) вăраттăр. Пирĕн анне вилсессĕн, çĕнĕ анне илĕпĕр. — Çĕнĕ анне аван мар, кивĕ анне аванччĕ: çĕнĕ курнитса ăшă мар, кив курнитса ăшăччĕ. Ст. Айб. † Чипер ача куйланать савнă ачи килментен. Красавица тоскует оттого, что не пришел к ней милый. Абыз. † Атăл çинче алă майра, сараппань виттĕр çил вĕрет. Пирĕн ачисем пулчĕ (ç) пӳлч (= пулĕ?) На Волге 50 русских женщин; сквозь их сарафаны продувает ветер. Вероятно, это были наши ребята. Альш. Вĕрентесси теплелле, çынсем унта темĕнле, епле пурăна пĕлмелле? тетĕп. Шухăша юлтăм хайхи ача. Как еще будут обучать? Каковы-то там люди? Как там жить? Задумался парень (т. е. я). N. Ыйтат, тет, ку хĕрĕнчен: камран сан ку ачу? тесе. Спрашивает этот у дочери: «От кого, говорит, у тебя этот ребенок?» Сказки и пред. чув. 17. Сĕм вăрманăн ачисем йăвисене кĕреççĕ. Дети дремучего леса входят в свои жилища. Регули 1248. Эй она ачан корса. Эп она арăмăн илтĕм. Я ее видел еще ребенком. Я ее взял вдовой. С. Тим. † Вун çитĕ çулхи ачупа кам юратса вылямĕ. С 17-тилетним юношей кто не пожелает играть? Альш. † Ашшĕ-амăшĕ ӳксе, йĕрсе юлчĕ ытам тулли сарă ачишĕн. Родители плакали навзрыд («упавши») о своей милой красавице дочке. Кратк. расск. 20. Атте, яр ачуна пирĕнпе. Отец, отпусти сына с нами. Изамб. Т. Унта халăх пухăннă çĕре асламăшĕ: ачи, ачи Павăлĕ! Пăхран-шăкран тасалнăччĕ, шыва кайса вилейчĕ, тесе, кăçкăрса йĕрет. Там, при собравшемся народе, бабушка (его) ревет благим матом, пряговаравая: «Бедный Павел! Только что ты успел вырости до того, чтобы ухаживать сам за собой, и уж утопул в речке!» N. Эсир пĕлекен Хурамал ачи Елеазар (конец письма). Известный вам Карамалинский парень Елеазар. Лашман. † Урамăрсем тӳрĕ пулас пулсан, хĕрхенмĕттĕм йĕс кĕлелĕ аттăма; ачисем ачана çитнĕ пулсан, хĕрхенмĕттĕм кĕмĕл çĕррĕме; ачисем ачана, ай, çитеймен, кĕмĕл çĕррисем ăстантан тухайман. Если бы улицы были прямые, не пожалела бы я своих сапог с медными подковками; если бы парни были на возрасте, не пожалела бы я своего серебряного кольца... Парни еще не выросли, серебряные кольца еще не вышли из литейного стана. Собр. † Çинçе пилĕк сар ача пĕччен çывăрнă чух, ай, пулайинччин! Ах, если бы красивый юноша с тонкой талией был около меня, когда я сплю одна. Эпир çур. çĕр-шыв. Шкулта пурĕ 90 ача вĕренет: вĕсенчен 50 ача хамăр ял ачи, 40 ача урăх ял ачисем. Альш. Ачапа вилнĕ. Умерла из-за ребенка (т. е. от родов). Ib. Çăмăлланаймасăр вилнĕ. Умерла, так как не могла разродиться. Ib. Çав çынпа пулса (çӳресе), ача тунă. Прижила от этого человека ребенка. Макка 142. Ача, пурăнасса нимĕн шухăшсăрах тенĕ пекех пурăнатăп. Живу я, братец, без всякой думушки и заботушки. || Qui blanciius alloquuntur, primae personae terminationem addunt. Прибавление к этому слову суфф. притяж. 1 л. ед. ч. делает обращение более ласковым. Изванк. Кин ачам! çынна ытла йăвăр сăмах ан кала, çынна тĕксе ан яр, ачам, çын сăмах хыççĕн кăлăх ан кай, хуна ху пĕл. Милая сноха! не говори другим оскорбительных слов, не отталкивай от себя людей, не поступай необдуманно по чужим советам, знай сама себя. (Наставление, даваемое молодой стариками и старухами; из обр. «Çĕн-çын яшки»). Ст. Чек. Ачам, кăлăхах çынпа вăрççа ан çӳре. Не бранись, дитя мое, попусту. || De pupa. О кукле. Сред. Юм. Калăпа пир таткисĕмпе чӳркесен, пĕчик ачасĕм: ача, тесе, çĕклесе çӳреççĕ. || In allocutionibus significat sodalem. Нередко употреблаетея в обращениях, в смысле брат (к лицам обоего пола, как и это русск. сл.). Б. Олг. Çитмест-и сана ик сом вонă пус? — Ах, ачам, çапла йӳн полат. Не будет ли с тебя шестидесяти копеек? — Ах, это, брат, (слишком) дешево будет! Ст. Чек. Ача, атя шыва кĕме каяр. Идем, брат, купаться.

ах

çырлахах, vox, quae summam voluptatem significat ex aliqua re perceptam, выражение восхищения. Сорм-Вар. † Ах, çырлахах, ку ялсам! Ачисемех пак пак, хĕрĕсемех майра пак! Ах, какая прелесть — народ в этой деревне! Взять ребят — как писаря; взять девчонок — как русские девки!

пухă

, похă, (пуhы̆, поhы̆), то же, что пухут. Ск. и пред. 51. Хĕрсем пуххи-пуххипе лавкаçăсем умĕнче тутăр-шăрçа суйлаççĕ. Б. Олг. Похă полат, тет, Матти-кассине. — Мĕн поххи полат? тетĕп эп. — Кайăр, тет, пĕлместĕп, тет. Регули 1221. Похă похăнма пуçласассăнах килчĕ. ЧС. Вара пирĕн ялсем пухă пухăннă. Торп-к. Çиттĕ питти, ярхун пуххи. (Ампари çи). || Скопление. ЙФН. Атти ывăлĕ пулаччен хăрăк турат пулас мĕн, кĕрхи çилпе ӳкес мĕн, çурхи шупа юхас мĕн, шу пуххине (скопление воды) каяс мĕн, ырă çын хутса (истопив) ырă куртăр мĕн. || Собрание молодежи, известное под назв. «ярмарка». Шибач. Золотн. Хĕр поххи, майра поххи.

пăкăлă

, пăкăллă, с пробкой, с затычкой. Такмак. Виçĕ пăкăллă (бочка). Трхбл. Начар арçынна пăкăлă майра теççĕ.

пăсташ

порча (в суевер. см.). Альш. Этем кӳрши-кӳппи патне япала тухатса пырса пăрахат. Çавăн пеккине пăсташ теççĕ. Майра (русская женщина) çав пăсташа килтен кăларнăшăн 3 тенкĕ ыйтат, тет. БАБ. Пал скот. Оставшийся был очень плох. Йомзи сказали: сире тăшман пăсса, пĕтернĕ. Если вы не очиститесь от порчи, то и вам самим не сдобровать. — Нашли одного «знатока» (ăста) нищего. Прежде чем приступить к «очишению», этот «ăста» лег турра асăнса, чтобы видеть сон. Он увидал во сне белобородого старика, который указал ему через окно смоляной котел, волнующийся хлеб и шумно гуляющие стада. Этот скот, по объяснению йомзи, означал, что «пăсакан» после смерти будет мучитьсч в аду (тамăк хуранĕнче) и что скот их и хлеба будут удачны. N. Нумайĕшне пăсташ туса пăсаççĕ. Янтик. Пăсташа тухнă, так называют нравственно испорченных девушек. Ск. и пред. 20. Сирĕн усал пăсташăрта кам вăй сире паратчĕ? Сир. 176. Эпĕ сирĕн çинчен Египет мăшкăлне илтĕм (в рукоп.: пăсташне тасатрăм).

пăхтар

понуд. ф. от гл. пăх. НАК. Пусаччен малтан, вăл выльăха киремет йышăнат-и, йышăнмаст-и, тесе, вĕсем ăна малалла пăхтарса тăратса, кĕлкĕлесе, çурăм çинчен шыв сапса силлентереççĕ те, вара тин пусаççĕ. С. Айб. † Икĕ сарă хĕрсем ӳстертĕм, хура куçăм çине пăхтарса. Альш. † Икĕ хура лаша хам ӳстертĕм, икĕ хура çĕмĕртсене пăхтарса. N. Çатăрка тăррисене пурне те каялла пăхтараççĕ. Менча Ч. Ăшă хĕвелне пăхтарăсăнччĕ (заставь светить)! ЧП. Хал пĕчĕкçĕ пулсан та, пурне те куçран пăхтартăм (как бы все заискивали). Янш.-Норв. Мана каçанпа (спиною) шывалла пăхтарса тăратрĕç те, шыва ӳкме хушрĕç, вара манăн ирĕксĕр ӳкмелле пулчĕ. СЧЧ. Ну, хай çемьесем, ĕлĕк пăхтарнă хĕр-юмăçах чĕнтерсе килсе, тата тепĕр хут пăхтараççĕ (просят поворожить). N. Майра-йомăçа картпа пăхтартăм (она мне ворожила).

акай

(агаj), soror mea maior natu, моя сестра, которая старше меня (Шорк.). V. аки, акка, аппа. Hinc deducta sunt: отсюда происходят: аку (агу), soror tua m. n., твоя сестра, к. с. т., акăшĕ, акăш (агы̆жэ̆, агы̆ш), soror sua m. n., его, ее (их) сестра, к. с. е. (их). || Eadem appellatione significatur „soror mariti mei, aetate eum antecedens“. Также „сестра моего мужа, которая старше его“ (Шорк., Мысл., Альш., Н. Карм.., С. Тим., СТИК). Si plures sunt, adiectivi adiectione distinguuntur. По возрасту различают: аслă акай, вăталăх акай, кĕçĕн акай. Ст. Чек. Hinc derivata sunt: отсюда происходят: санăн акайă, soror mariti tui, aetate eum antecedens, сестра твоего мужа, которая старше его, унăн акайĕ, soror mariti eius etqs, сестра ее мужа и пр.; акайăмăр (агаjы̆мы̆р), soror maritorum nostrorum etqs., сестра наших мужей; акайăр, soror maritorum vestrorum etqs., сестра ваших мужей и пр. (Череп. и др.). Huius maritus „йысна" appellatur. Ее мужа зовут „йысна“. Альш. Акай тесе каччинчен аслă, качча кайман хĕрне калать; ăна вара качча кайсан та çаплах калать. Словом „акай“ невеста (т. е. жена) называет незамужнюю сестру своего жениха, которая старше его; так же называет она ее и потом, когда та выйдет замуж. Череп. Акай тесе упăшкан акăшне калат вăл качча каймасăр юлсан е кайран кайсассăн. Словом „акай“ (жена) называет старшую сестру мужа, если последняя не вышла замуж или вышла после, когда та уже стала замужнею. (Так продолжает она всегда называть ее и .после), h. e. акай nomine appellat uxor viri sororem aetate ilium antecedentem, quae se nubente nondum erat nupta. V. аппай. С. Тимер. Чипер акая пăхап та йĕреп, пăхап та йĕреп. (Сухан). Поемотрю я на хорошенькую золовку, и заплачу; посмотрю, и заплачу. (Загадка: лук). Ст. Шай. Чипер акайăн хырăмĕ çурăк. (Тулă). У моей красивенькой золовки распорото брюхо. (Загадка: пшеница). Собран. ЗЗ1. Алăкран кĕтĕм акая куртăм. (Хушпу хыçĕ?) Вошла я в дверь и увидала золовку. [Загадка: задняя часть хушпу (?)]. Торп. Кăлтăр-кăлтăр кăткă тĕмеска, Майра акайăн упăшки. (Тăвар килли). Стук-стук муравейник, сестрицы Марьи муж. (Загадка: ступка для толчения соли). || In dialecto Курм. vocativi vim habet. В курм. говоре имеет значение зв. пад. Акай! о soror mea maior natu! о сестра моя, которая старше меня! V. Матер. 131.

апайăм

(абаjы̆м), mater mea, vox blandientis, матушка моя. Качалов. † Ик кикирик, шак, шак! Шупашкар хуçи ати пур, Мускав хуçи Елекçи, Иля тиякĕ Иля, Иля майри матка. Лăпсăр-лапсăр апайăм пур........ У меня есть батюшка, чебоксарский купец. Московский купец Алексей; у Ильи писарь Илья; у Ильи жена („русская баба“, v. майра) чувашка. У меня есть матушка, которая ходит распустихой (т. е. неряшливо). (Из „Сăвă“, песни, имеющей очень мало смысла. Может быть, здесь апайăм скорее надо обьяснить из апай? Слово „матка“ означает то же, что __ „арăм“ (жена), но употребл. лишь кое-где, у чув. Чебокс. и Цив. у. у.).

калтенек

(кал’дэн’э’к), приспособление для шитья, «швейка». К-Кушки. Калтенек = майра-пуç = пукане-пуç. || Так называют глупцов.

карт

(карт), карта (игральная). Шибач. Вара она каларĕçĕ картла выллякан хоçисем (хозяева): яр (его), терĕç, вырттăр! Ярчĕçĕ. Хурамал. Шалт ывăнсан, иккĕшĕ, ларса, укçалла картпа выляма тытăннă. Тюрл. Карты: майра, салтак, король, тус; масти: кирпĕç (бубны), хĕрес (трефы), корак (пики), червă (черви). Альш. Чечек (дама), пуртă (валет), стриккох (король), тус. Ib. Хĕрес (трефы), хĕрлĕ курак (чирван), хура курак (пики), чирван чечек (дама червей) еtс. Манăн ятмалла. Мне принимать. Манăн çӳремелле. Мне ходить. Эп тытрăм. Я принял. Эп юлтăм. Я остался. Эп тухрăм. Я вышел. Чечеке стриккухпа витрĕм. Я покрыл даму королем. Ib. Карт пиччĕнĕш — лицевая сторона карты; карт тӳнтерĕш, крап. Ib. Картсене аташтар-ха (хутăштар-ха). Стасуй карты. Сред. Юм. Карт турака тохнă. (Картла выляса никăшне те лармасан калаççĕ.)

кирлет

из кирлĕ+те? Описка? Собр. † Пирĕн патăрта çӳ çелĕк; çӳçен (так!) айăн çӳреме çӳçе вĕçлĕ су(р)пан кирлĕ. Пирĕн патăрта хурăнлăх; хурăн айăн çӳреме хут пек кĕпе кирлет (кирлĕ те); пирĕн урам пит вăрăм; урам тăрăх уткалама майра ури кирлĕ ăна.

кукша

плешь; лысина. Кубня. † Илĕр-пăрахăр çĕлĕкне, çап-çут кукши курăнтăр. Абаш. Маркку кукшине хыпаларăм-ха. Я отодрал Марка за волосы. Цив. Патша вара кукшанне кукшине тураттарнă, лайăх кĕпесем тăхăнтарнă. Ib. Мĕн, кукшупа çынсене хăратма пыратна унта? С. Айб. Кукши уйăх çути ӳкнипе çап-çутă курăнать, тет. Пазух. Хăта пӳртне кĕтĕмĕр, хăта кукши çутипе. N. Эсĕ, шăна-мĕн ларсан, кукшăна шăлмасăр чăтаймастăн (не утерпишь, чтобы не потереть лысины). || Плешивый, лысый. Янтик. † Пирĕн йысна кукша пуç; çĕлĕкне илсе пăхсассăн, навус çинчи кăмпа пек. Байгул. Тырă акма тухнă чух, кукша çынна курсан, тырри начар пулать, теççĕ. НАК. Хушка пуçлă сурăх ури лексен, хĕрĕн упăшки пуласси, каччăн арăмĕ пуласси кукша пулат, тенĕ, тет. (Ăраштав). Альш. Кукша калат: тете, вĕрен салтăнчĕ, ӳкет! тет. Тетĕшсем калаççĕ: кукша, пĕтертĕн, ан ӳкер! теççĕ, тет. СТИК. Кукшан кăмăлĕ! (Говорят взрослые, когда маленький обидится на то, что его обделили; потом ему дадут, что следует, и он, в восторге, смеется. Смысл такой: не много нужно, чтобы угодить человеку). N. Кукшан кук шухăш. (Послов.). Кукша юмахĕ сказка о плешивом. || Назв. болезни: парша. О сохр. здор. Чăвашсен тата кукша тиекен чир пур: çав чирпе çыннăн хăш чухне пуçĕнче пĕр çӳç те юлмасть. || Обсевок. Ст. Чек. Кукша = ал хошши. Ib. Ана кукша юлсан, килтен пĕр арçын вилет. || Мучнистая роса. Кан. 1927, № 214. Унччен те пулмарĕ, кукша (мучнистая роса) çĕнтере пуçларĕ. || Прозвище. Альш. Кукша улатимĕр, Кукша Ентей, Кукша Уртем, Кукша Караçка Çитăрĕ. Изванк. Çав ялта Кукша Майра ятлă юмăç пур.

кум

(кум), кум. Альш. Çич сакăр çухрăма ăçтан ик-виç çын тиесе çӳрен? Пăрăнтăка каят та, кайсан: кĕме çын пултăр, тесе, вырăса кум тăват: «вырăс кум.», «кума-майра» тет Пăрăнтăк майрине, Пăрăнтăк вырăсне. N. Çырăва кумсене парса яратăп. Вомбу-к. Кум (хĕреснашшĕне калаççĕ). К.-Кушки. † Ай-хай, пĕр кумаçăм пĕр кумçăм! сирĕн кивĕ уйăхра тунă сăрăрсем, икĕ питме çапрĕç хĕрлисем! См. кума.

кур

кор (кур, кор), видеть, увидеть; видать, увидать; заметить. Кр. Чет. † Корак килет: корас, тет; корса, пăхса илес, тет. N. Эсреле час-часах куракан та пулнă. N. Таврăннă чух юрласа, парнисене çынна курмалла илсе таврăнаççĕ (чтобы все видели). ЧС. Киле кайма тесе, тула тухнă та, кĕлет тăрри çуннине курах кайнă (вдруг увидел, что горит крыша амбара). N. Корман-илтмен çын (совершенно незнакомый человек). ЧП. Хăрпăх витĕр пăхрăм та, ылттăн чĕкеç курах карăм. Альш. † Илсем, йысна, çĕлĕкне, кукша пуçна курарах! Юрк. Выля, выля, авантарах выля! чăваш арăмĕ епле ташланине курар-халĕ. Ib. Курăпăр, унта мĕн пулĕ! Увидим (посмотрим), что там будет. Ib. Эпĕ пулатăп, куратăн! Да, это я (был)! Ib. Куратна? тесе ыйтат. — Çук, курмастăп, тет. Ал. цв. 22. Сана эпĕ хамăн тĕссĕр, курас килми (отвратительное) ӳт-пĕвĕме кăтартаймастăп. Сĕт-к. Çав Элекçи коймăрланнине пре те корас килмеçт вара. Якейк. Эп кортăм эсĕр калаçнине. Регули 145. Эп кайнине вăлсам мана кораççĕ. Ib. 753. Эп кортăм, вăл онта кĕчĕ. Ib. 817. Эп кортăм кам килнине. Ib. 144. Вăл мана корчĕ килнине. Ib. 138. Эп килнине корчĕ. Ib. Ытти çынсем ун хыçĕнчен кĕнĕ чухне вĕсем чулсем хушшинче пăхăр арча курах кайнă. Ачач. 47. Шкул хапхинчен тухнă-тухманах, хайхи качака сухалне (козлобородого) курах ячĕ. N. Паян халиччен курман-илтмен çынпа паллашрăм. Тоскаево. Курмасăр курнă кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Альш. Çав аслă çулпа Куславкка çулĕ çинче мĕн курсан кураттăмăрччĕ эпир тĕнче (наш кругозор этим и ограничивался). Лашм. † Пире илес тиекен сар ачисем Хусан купси хĕрсене илни çук; майра пулса килсе курни çук. ТММ. Курнă суккăра илеччен, курман суккăра ил. (Послов.). Ск. и пред. Куртăм вара курмаллах мĕншĕн çав юр çунине. Ib. 44. Епле пĕлтĕр макаçи тыррине вăрларĕ те, курман пулчĕ хăй (отказался от того, что видел). Собр. Курман çĕртен курнă çын кăнтăрла çурта çутат, теççĕ. (Послов.). Т. Григорьева. Курман кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ. Сред. Юм. Корман çĕртен корсан, кăнтăрла çорта çутнă, тет. (Говорят про человека, бывшего бедным, но потом обогатившегося). Ib. Мана корни-пĕри вăрçаççĕ. Кто ни увидит меня, все ругают. Собр. Курнинчен курманни нумай, теççĕ. (Послов.). Байгул. † Мĕн пăхатăр пирĕн куçран, çӳлте çăлтăр курман-и? (Оригинальное сравнение). Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Ib. Ай, çав платньăксам лайăх ĕçлеççĕ-çке, çын корнă-корман паччалăк туса лартрĕç! || Смотреть, глядеть; наблюдать; брать пример. Ала 3. Хĕр, курса çӳресен-çӳресен (после того, как везде походила и на все поглядела), унăн каясси килнĕ, тет, тинĕс патне. Шурăм-п., № 14. Яш-кĕрĕм тем чухлиех. Икĕ ача уткăнаççĕ анчах. Ыттисем курса тăраççĕ (наблюдают). N. † Çинçе пилĕк хура куç кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? С.-Устье. Çав вăхăтра хуçа патне улпут тарçисем курма пынă, тет. (Употребляется вместо «туй курма», «хĕрсем ларнине курма» и т. п.). Юрк. Арăмăн упăшки килне тавăрăнсан, хунямăшĕ те хĕрĕ патне кĕрӳшне курма пынă. Кама 29. Ну, киле кайса, çырткалам-ха, çиессĕн килчĕ. Каçхине курăпăр-ха (посмотрим). N. Вĕсем те (молодежь), ваттисене кура (взяв пример), урăхла юрăсем кăшкăрса юрла пуçларĕç. Учите детей. Ашшĕсенчен кура ачисем те пĕчĕккĕллех чĕлĕм туртма вĕренеççĕ. Халапсем. Çавăнтан вара, вĕсенчен курсах, ыттисем те хăйсем валли çапла сăра тăва пуçларĕç, тет. N. Тухнине кура унта та пырса тăнă. N. Мускав хулине чипертерех курасшăн пайтах урамсене çите куртăм. N. Çавăнпа вĕсенĕн ачисем те, ашшĕ-ăмăшне курса, çамрăклах ырра, лайăха вĕренсе ӳснĕ. || Встречать. N. Кушкăсем Ивана куртăм. N. Кушкăри аппана Хусанта куртăм. Орау. Вăрмана каймассеренех кураппăр эпĕр ăна (встречаем). N. † Пирĕн тăвансем хушши ытла инçе, куракан çынтан, салам ярăрсам; салам ярса салам çитмесен, хăвăр, асăнса, килсе курăрсам. М. Васильев. Ачасĕм ялта коракана-пĕрне (кого ни встретят) шывпа сапса çӳреç. О земл. Халиччен çĕр ĕçĕ çинчен чăвашла çырнă кĕнеке эпир курнă-тăву çукчĕ. Бес. чув. Тата темиçе хут та Керимуллапа курса калаçмалла пулнă. || Видеться; повидаться. N. Йăпăрт анчах корасчĕ сере (= сире)! Б. Олг. Ну, тет, кортăмăр, тет; атя хопаха тет, пĕр коссушкă эреке ĕçĕпĕр, тет. Слеп. † Эпĕр ĕçме килиса, эпĕр корма килиман. Йӳç. такăнт. 19. Сыв пулăр, тепре кураччен! До свидания! N. Тавăрнсан, пĕр-пĕринпе курса, пĕр виçĕ курка сăра ĕçесчĕ. (Письмо). Юрк. Санпа курса калаçнăранпа (со времени нашей встречи) тăват-пилĕк хăваттире куçрăм. N. Тав ĕлĕххисене! — Апла пулсан, юрĕччĕ те, куримастпăр çав (редко приходится видеться). Альш. Сывă пулăр-ха, куриччен! До свиданья! || Претерпевать, испытывать, переносить, выносить. ГТТ. Курмалли пулнă. Такова (его) судьба. Ib. Курасси пулнă. В. С. Разум. Унта ташлама тапратрĕç. Манăн çав ташланă вăхăтра ыйхă киле пуçларĕ. Манăн çав ташă вăхăтĕнче мĕн пур курни те ыйхăпа вăрçни анчах пулчĕ. Тогач. † Ай акисам, акисам! Килетĕр те тăратăр, кăркка чĕпписем мĕн кураç пулĕ! (т. е. вы ушли из дома, не покормив их). N. Темĕн те курса ларăр ак! Вот с вами случится что-нибудь скверное! (Угроза). ЧС. Пĕлтĕр те лаша вилчĕ, кăçал та апла пулсан, мĕн курăпăр вара! КС. Турă куртăр сана! (Пусть накажет, воздаст). Шел. 29 Ылттăн çурта кĕрсен те, кĕмесен те, вилмелле, мĕн курнă пуç куртăрах, унта мĕн пур пĕлмелле. N. † Йывăр хуйхă курнă çукчĕ, çурчĕ çамрăк чĕрене! Кĕвĕсем. Мĕн тăвас лутра кăвакал? Мĕн курас лутра кăвакал? Юрк. Чĕрĕм чунăм чăтманнипе кура-кура çӳрерĕм (скитался на стороне?). Ib. Тĕлĕнмелле! Усал курассисем, калăн, юри çак вăхăта кĕтсе тăнă, тесе! Ib. Курассине хирĕç. Как на грех. Ib. Хыçĕнче тăракан пĕр çынни, ку çапла хăраса тĕсрен ӳкнине курсан, унăн аркинчен туртса: унпа ан кĕреш, çĕнеймесĕр, унăн айне пулсан, хăнтан ху çынна култарăн, темĕН курса тăрăн, хур пулăн. Ан кĕреш! тет. Ib. † Ĕмĕрĕ иртсе пырат, мĕн курассине пĕлмес. Ст. Шаймурз. † Курайман тăшман кураймĕ, хăй мĕн курасса пĕлеймĕ. О сохр. здор. Лекĕрсем сивĕрен пăсăласран сыхланма хушаççĕ пулсан та, пĕртте сивĕ курмасăр пурăнма хушмаççĕ. Алших. † Хур курассăр килсессĕн, Атăл хĕррине анса кур. Букв. 1886. Ак ĕнтĕ, шан ача пăчана, вырăнсăр нуша курса çӳре! Иревли. Çуралнă чух çырнине (что суждено судьбою) курмасăр ирттерсе яраймалла мар; курма хушманнине кураймастăн. Собр. † Эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и? (Хĕр йĕрри). Сред. Юм. ЬIтлин-çитлин порнăç корса полмарĕ. Не пришлось жить в довольстве. Ала 88°. Вăл ачасем мĕн курман, хурлăхне те, савăнăçне те курнă вăсем. Образцы. Халиччен ырă çын умне тăманччĕ, чĕлхем çыхланнине курманччĕ. N. Конта темĕн те корăн! N. Курассу пулсан (если суждено судьбою), çитен иккен пур тĕле те (всюду. перебываешь). Никит. Макçăм: çаран укçи тӳлемесен, сутмалла пулат пуль-çке, мĕн курмалла, тесе, юмахласа улăхать. Истор. Алă-ура суран курни хисепĕ те çук. Кан. 1929, № 138. Ман пек, ни лаши, ни карт-хури çук çын çăкăр çисе курас çук (хорошего житья не увидит). || Юрк. Курас килмен япалана, ăна епле ирĕксĕр ĕçес тетĕн. || Считать за... СПБВ. Хăй чунĕ пек курать (юратать). N. Çамрăккисене тăвану пек кур. Ал. цв. 1. Хуçа хăйĕн хĕрĕсене чун пек курса пурăннă (души не чаял). N. Çиллисемпе мана тăшманăн кураççĕ. Букв. 1886. Эсĕ унта килте чупса çӳренĕ чухнехи пек куртăн-и мĕн? Ăçта сурăхусем? теççĕ. || С отрицанием в гл. возмож. — ненавидеть. Ск. и пред. 15. Эсир мана ӳстертĕр, ача чухне юратрăр; анчах ӳссе çитрĕм те, хĕрĕр чунне курмарăр. Чăв. й. пур. 23°. Вăл Натти пит усал кăмăллă пулнă, çынна пĕртте кураймасăр тăнă. Эпир пурнаппăр юлташпа. Икĕ кинтеш пĕр-пĕрне кураймасăр пурнаççĕ, чысти çавăн пекех пурнаппăр. || Знать. N. Çапах та ытти çынсем уна (это) курса пĕлсе тăраççĕ пулсан та, юмăçа кайма пăрахмаççĕ. || Относиться. Альш. Вăл пурне те хăйне курнă пек курать. Он на всех смотрит, как на себя, относится ко всем одинаково. || Принимать (за кого). N. Ĕмĕтленетĕр — илейместĕр; вĕлеретĕр, ăмсанатăр — çапах ĕмĕтĕре тăрантараймастăр; вăрçатăр, тăшманăн куратăр — çапах çук, мĕншĕн тесен ыйтмастăр эсир. || Дождаться (худого). К.-Кушки. Çаратсан çаратсан, мĕн-те-пулса курĕ-ха (пулĕ-ха). Грабит, грабит, да до чего-нибудь и дограбится. || Иметь. Истор. Санăн арăму Ирина халиччен ача-пăча курман, ахăр ӳлĕм те кураймĕ. Собр. Ай, пиччеçĕм, Николай, пичче! Эсĕ курнă ача-пчана эпĕ те кура парам-и, эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и. Орау. Виçĕ пуса курман-им эпĕр, виçĕ пусшăнах çука юлмăпăр-ха! (т. е. копейка — не велик расход.) || Подражать. N. Эсĕ кукленсе кĕнĕ арăмран курса вĕрен. || Иметь целью. Бур. † Ай-хай, çинçе пӳçĕм, çамрăк пуçăм, кам телейне курса ӳсет-ши? || Кан. Çав тери пуян çын хĕрĕ мĕн курнă-ши ĕнтĕ (что нашла завидного) ман ывăлра? || В качестве вспомогательного глагола. Сунт. 1929, № 9. Çăва тухнăранпа армансем çунаттисете лайăххăн, вăйлăн çавăрса та курайман. N. Конта çантăлăк пит вĕри: кон-каçа кĕпесем типсе кормаççĕ. N. Пĕр вĕренсе тухсан, кĕнеке вуласа курмаççĕ. N. Ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын. N. Пĕр санпа анчах калаçса курман. N. Хусантан тухнăранпа ăшă пӳрте кĕрсе курман. N. Тăласем типсе курман (= все время мокры). Конст. Чăв. Тата килсе кĕр (приезжай повидаться), тепĕр килнĕ чух (в другой раз) аннӳне те илсе кил вара. N. Кайса кур чăвашсене. Поезжай, повидай (или: навести) чуваш. N. Сыв пул! Татах килсе кур. Кан. Ялта мар пирки кашни кунах кайса кураймастпăр. Юрк. Ку аттамсемпе эпĕ темĕн каласан та Хусана çитсе курас çук. СТИК. Эпĕ халиччен çӳресе курман çын мар вĕт. Чай, я не в первый раз (езжу).

ăйăх

(ы̆jы̆х), сон. Тюрл. Ăйăх, сон. Урмай. Ăйăх пусса çитрĕ, тет, çаксене. Их клонит ко сну. У. Ларсан-ларсан, ăна ăйăх пуснă. Спустя некоторое время его начало клонить ко сну. Орау. Ăйху тăранчи? (или: çывăрса тăрантăн-и?). Выспался ли? Ib. Манăн ун чухне ăйăх уçăлиманччĕ, эп сан сăмахна ăнланимарăм. У меня в то время еще было сонное состояние, почему я не совсем понял твою речь. Ib. Кахал, ăйăха ярăнчĕ ĕнтĕ, кунĕ-кунĕпе çыврать! Лентяй, теперь уже навалился на сон, день-деньской спит! Ib. Ăйăх вăл çĕтĕк-çатăк майра пек, тит: чăссан, тăсăлап, татсан, татăлап, тесе калать, тит. Сон, говорят, похож на русскую женщину в лохмотьях. «Если меня натянуть» говорит он, — «я натянусь; если оборвать — оборвусь». Ib. Паçăр ăйăх пусрĕ те, халĕ уçăлчĕ ĕнтĕ. Давеча ко сну клонило, но теперь сон уже прошел. Ib. Эп, каç выртсан, ăйăх килме (или: килтĕр, тесе) кĕнеке вулап. Когда я ложусь вечером спать, то для того, чтобы заснуть быстрее, читаю книгу. Ib. Ăйха сĕрес, ăйха çапас, ăйха ярас ― (здорово) спать. Ib. Йăвăр ăйăхлă эп питĕ, вырăн çинчен сĕтĕрсе антарсан та, туймастăп. У меня тяжелый сон, я не просыпаюсь даже в том случае, если меня стащат с постели. Ib. Ăйăха вĕçтерес марччĕ, нушаланмалла ан пултăрччĕ. Не отогнать бы сна, не пришлось бы мучиться. || Метаф. N. Унăн ăйхи уçăлиман пулĕ-ха, ăна пĕрре тăхăнтартмалла, ăйхи уçăлтăр (т. е. его надо ударить, чтобы он прочухался, т. е. одумался).

яв

(jав), вить, свивать, обвивать. КС. Сулахай яв, вить налево; сылтăм яв, вить направо; вуниккĕлле яв, вить из 12 отдельных веревочек. Макка 158. † Шур курнитса умĕнче майра чĕнтĕр яват-ĕç-çке (sic!). Шорк. Орасене явса ларас, сидеть, положив ногу на ногу. Сказки и пред. чув. 80. Карчăк вĕçсе тухрĕ те, çӳçрен яврĕ Нарспие. Старуха вылетела и вцепилась (завила вокруг рук) Нарспи в волосы. Алик. Яв яваттăм, яваттăм хĕрлĕ пăяв яваттăм. (Тула тухни). ЧС. Унтан вара çыннисем лашисем çинчен сиксе анаççĕ те, луçа мăйĕнчен вĕренпе явса та илеççĕ. Потом люди (верховые) слезают с лошадей и обвивают лося за шею веревкой. Курм. † Тăрăр, тăрăр, инкесем, ора явса ан выртăр! Вставайте, тетки, будет вам лежать, сплетясь ногами! (cum maritis). || Уплетать (кушанье)?

юплĕ-йĕп

английская булавка, род пряжки для скрепления частей одежды (что в К.-Кушки пулавккă; а «булавка» здесь — майра йĕппи).

йопăрт

подр. быстрому движению. Актай. Çур çĕр тĕлĕнче, майра (regina) ача çуратсан, усал чӳречерен юпăрт! сиксе кĕчĕ, тет. В др. гов. япăрт.

лăппă-лаппă

(лы̆ппы̆-лаппы̆), подр. хлопанью узкой юбки, мешающей широкому шагу. Орау. Лăппа-лаппă туса пырат пĕр майра, тăвăр юпкипе.

майра

русская женщина. В соединении с названиями народностей может обозначать вообще женщину не чув. происхождения; однако в низовых говорах б. Симб. г. вм. тутар майри обыкнов. говорят: „тутар арăмĕ“. МПП. Майра — женщина в сарафане. Ib. Чĕнмен-майра, чĕннĕ вырăс. (Послов.). СПВВ. Вырăс майри, тутар майри. Чăваш матки çармăс матки (в Сред. Юм. то же: çармăс матки). Сорм-Вар. † Майра сăнĕ пек сăнăм пурччĕ. СТИК. Майра тĕртнĕ кĕпе. [Так назыв. раньше рубашку из ткани, изготовляемой в некоторых местностях русскими крестьянками из фабричных ниток. Продавалась эта ткань на сельских базарах. Особенно этим были известны крестьянки с. Астрадамовки и Куваи (б. Алатыр. у.). Отсюда назв. этой ткани: Сартумка хĕрли, Хăвай алли. ТММ.]. N. Хĕрлĕ майра шăтăк ăсти. (Кăвар). Шорк. Майрана окошка омĕнче ларма илетни? (Говорили прежде тому, кто хотел жениться на русской, в особенности, если она не из крестьянской трудовой семьи). Орау. Ун пекки майран та пулать. Это бывает со всяким. (Поговорка). Уф. Майра хăйне мухтать (Послов.). || Дама (в картах). Шибач., Сред. Юм. Цив, Пукăнь майри, бубновая дама. СТИК. Кирпĕч, курак, хĕрес, виннăй (черви) майра, дама.

майра утти

медленная и плавная походка гуляющего человека. Синьял. † Марье шыв кӳме кайнă чух майра утти утатчĕ; шывне кӳрсе килнĕ чух шыв юххи пек юхатьчĕ. Макс. Чăв. к. I, 72. Кĕтӳ хуса тухатчĕ, майра утти утатьчĕ.

майра кайăк

назв. птички. Тюрл. Майра кайăк; хĕлле çивĕ чоне çавсĕм сан омран ошкăнĕпе вĕçсе пыраççĕ; эс çитерехпе каллах тăрса каяççĕ (взлетают). Нумай пырсан, котăн вĕçсе йолаççĕ, орлă каçса. || СПВВ. ИА. Майра кайĕкĕсем пит аван юрлаççĕ.

майра кĕвенти

обр. выраж. о походке. Макс. Чăв. к. I, 73. Майра к(ĕ)венти Альтюк пур; çичĕ юта кайсассăн, карчăк кĕвенти пулĕ-ха.

майра кĕпçи

назв. раст., свербига, свербигуз. Ягудар, ЩС. Сред. Юм. Майра-кĕпçи çырмасĕнче, çôртыри анисĕм çинче пôлакан сарă чечеклĕ кôрăк. Çамрăк чôхне ôн тôнине çиеççĕ. Анненков. Майра-кĕпçи, bunias orientalis L. Дикая редька. Свербига. Свербигуз. Абыз. Майра-кĕпçи, дикарка; свербигуз. Шибач. Майра-кĕпçи, дикарка (цветы желтые; венчик из четырех лепестков). СПВВ. ФН. Майра кĕпçи пыра хĕртет. СПВВ. Майра-кĕпçи = майра-хуххи. См. вырăс-хуххи.

майра-пуç

, майра пуçĕ, то же, что калтенек. К.-Шемяк. Сред. Юм. Кĕпе çĕлеме авантарах пôлтăр, тесе, хăмаç таткисĕм чышса тôлтарса майра пуç патакки çôмне (к шестику швейки) çыхса хôраççĕ те, вара ôн çôмне çĕлекен япалана йĕппе чиксе лартса (приткнув, пришпилив) çĕлеççĕ. СПВВ. ФН. Майра пуç; унпала тутăр сурпансем пĕтереççĕ. См. тĕр-кăнчалаççи. || Турх. Майра пуç, пестушки (раст.). См. кăвакал патакки. || Особая кладка снопов в поле „баба“. Чертаг. Майра-пуç; кĕлтесене пĕрлештерсе тăратса лартаççĕ; тăррине пĕр кĕлте салатса ярса тăхăнтартаççĕ. Н. Седяк. Майра-пуç; кĕлтесене тăратса, усем çине çиелтен пĕр кĕлте витсе хунине çапла калаççĕ.

майра пушмакĕ

майра пушмакки, богинки. Юрк. † Хура вăрман витĕр тухнă чух майра пушмакма (так!) çухатрăм. || Назв. цветка: башмачок; лилового или желтого цвета, с пятнами; овальной формы с крышкой.

майра-çырли

то же, что кăркка-çырли, „blitum virgatum, жминдолозная“. Слакбаш. Н. Седяк. Майра-çырли — кив ана çинче ӳсет, тути пылак, тĕсĕ хĕрлĕ; çырлине çимеççĕ пуль.

майра çухи

откладной воротник. || Юрк. † Çакă ялăн хĕрĕсене майра çухи тăвăтăм (= тăвăттăм), мăя çыхса кайăтăм. (Свад. п.).

майра çĕмел

(т. е. çĕмелĕ), особая кладка снопов в поле. Сред. Юм. Майра çĕмел тесе, пôсри кĕлтесĕне пуçтарса, хôшăк хăварса тунă çĕмеле калаççĕ.

майра çĕрри

перстень. Ядр. † Майра çĕрри варличчĕ (-λиы); кăлтăр! кусса тухинччĕ, çуна çине ӳкинччĕ!

майра ташши

танец. Синьял. † Çăпатисене йăрхаха, хĕрĕсене чăлана — майра ташши ташлама.

майра тĕрри

назв. узора. Тюрл. † Ваççа тосне кортăмăр: шап-шар кĕпепе, майра тĕрри саппанпа...

майра тĕртни

холстинка, домашняя ткань из фабричных ниток. К.-Кушки. Орау. Майра тĕртни, крепкий базарный холст с мелкими клетками: хĕрлĕ (фон), тут же есть и другие цвета.

майра хуххи

назв. раст., свербигуз. Ст. Чек. Кашк. Майра-хуххи, назв. съедобного раст. СТИК. Майра-хуххи анкарĕнче, пахчара ӳсет. Хупписем тăрăхла, хуппи йӳçĕ, çавăнпа ăна шуратмасăр çимеççĕ. М. Сунчел. † Кашличи купăс кала-çке (= калать-çке), майра-хуххи сиксе-сиксе ташла-çке. (Песенка). Ст. Чек. Майра-хуххи, вырăс-хуххи — свербигуз.

майра хĕр

майра хĕрĕ, русская девица (тат. марџа к̚ы̆зы̆). Сред. Юм. Трхбл. Майра хĕрĕ, русская девица; вырăс хĕрĕ значит только: дочь русского. Ядр. † Майра хĕр пек йăмăк пор, ыр тияк пак шăлăм пор. Тюрл. Майра хĕрсем, мана курса, ман пата чупса пычĕç. Юрк. Арçынĕсем майра хĕрĕсене качча илеççĕ. Кашм. † Французский лавкка хыçĕнче майра хĕрсем картла выляççĕ.

майра шĕрçи

особые бусы. Синьял. † Майра шăрçин сăн хӳхĕм; сăн хӳхĕм те, час ванать.

Маракка

хр. имя женщ. К.-Шемяк. Зашчитник Павăл арăмĕ Маракка чысти майра пулнă паллама та çук.

марья

(мара), то же, что майра. Кр. Чет. † Пӳрчĕ ларать çор чӳркӳ, хĕрĕ ларать мара пак. Чураль-к. Пĕр марайăн çĕр хут сараппан. (Сохан). Сĕт-к. † Пирĕн тантăш тийăк пак; мара та сăнлă хамăр пор, тавай чопас (кататься) тавольнă. (Маслен. песня). || Дама в картах. Тиханьк.

мур

мор, повальная болезнь (на людей и на скот). N. Çав ярмăркка вăхăтĕнче хулара çын мурĕ тухнă. Собр. 229. Мур килсессĕн, ĕне картине икĕ чĕрес сĕтпе лартса, çынин пĕр-пĕр çĕре çӳле ларсан, мур нимĕн тумасăрах каят, теççĕ. Янш.-Норв. Вĕсем: выльăх мурĕпе çын мурĕ этем пулса çӳрет, теççĕ; çав мур вара, çын вĕлерес чухне, кашни килти çынсене шутласа çӳрет те, ячĕсене хут çине çырса çӳрет, теççĕ. Н. Седяк. Этем мурĕ киле пуçласан, ак çапла тăваççĕ: ялти хĕрарăмсем (кашни килĕрен пĕрер), хăйсем туртса, çуран, ял тавра ака туса çаврăнаççĕ. Ака-пуç тытаканни арçын пулать. Вăл çын пĕр-пĕр çыннăн пĕртен-пĕр ывăлĕ анчах пулать. Ака хăвалаканни пĕр-пĕр çыннăн пĕртен-пĕр хĕрĕ пулать. Çапла ака туса ял тавра çаврăннă чух ака туртаканнисем пурте хĕрарăм пулать. Арçынсем вăл вăхăтра пурте ялта пулаççĕ. Ака туни тул енне юлмаççĕ; тул енне юлсан, вăл çын мурпа вилет, теççĕ. Хĕрарăмсем ака тунă чух çара уран, çара-пуç пулаççĕ. Тата вĕсем ака туса çаврăннă чух мелкесем (помелья), турчăкасем (кочерги) йăтса пыраççĕ. Хирте пĕр-пĕр çын е выльăх пулсан, ăна, мелкепе тӳпелесе, кӳртсе яраççĕ ялалла. Ял тавра çаврăнса çитсен, кашни çынна, çĕр айĕнчен кăларса, ĕнсине хĕç (сабля) тăршипе сĕрсе яраççĕ, тата кутĕнчен йĕплĕ-хулăпа (шиповником) çапаççĕ. Çакăнтах йăвăçран вут кăларса, çав вут урлă каçаççĕ. Çапла тусан, мур (холера) лекмеç, теççĕ. Орау. Мур çулĕ килчĕ пулĕ кăçал, темскер выльăхсем виле пуçларĕç. N. Лаша мурĕ, ĕне мурĕ. || Çамр. Хр. Маншăн ун чухне хуть те мур пултăр, эпĕ нимĕн ăнланми пулнă та, анне чĕнсе пынă мур пупне, тет (для меня тогда хоть чорт знает что будь, я тогда ничего не понимал). ЧС. Эй мур илмен япала! (ругательство). Шел. II. 60. Çынран юличчен муртан юл, теççĕ. И. Якушк. Кайса килем-и-мĕн мурĕ! Сходить, что-ли, шут его дери! N. Сана кантура чĕнеççĕ. Мĕн мурĕ тата? (на кой ещё чорт?). N. † Путене таппи хутăм та, карăш мурĕ (шут его дери!) çакланчĕ! КС. Мунчара-и, мур-и çав. В бане, что-ли, или где-то в этом роде. Йӳç. такăнт. 17. Таçтан муртан тухрĕ карт тытасси. КС. Çтан, муртан тупса парам-и эп сана? Откуда мне тебе взять-то. Ib. Сана, мур пуçне, тахçанах ăшăтса илмелле те-ха! Давно бы тебя надо вздуть (отколотить)! Ib. Çтан муртан пурне пĕлсе çитереççĕ! Как это они все узнают! Ib. Ăна, мура кам тăрантарса çитермелле! Ib. Çта мура хучĕç? Куда они к шуту положили? Орау. Ах мур, кăнтăрла çитет паян! Ку шатунпа кăнтăрлаччен киле çитеймастăп пулат-и-ха... Ib. ЬIвăлĕ мĕн ятлă-ха? — Мур ятлă, кам пĕлет! (чорт знает. как его зовут). Ib. Майра ан килтĕр, мур! Как бы, чорт возьми, не пришла баба! N. Эй мур, тĕсе калать, тет, лашине, ман пуçа çимели кăна, тесе калать, тет. КС. Мĕн мур-ши ку? Что это за штука? ПВЧ. Мĕн мур тăван унпала? „Что она тебе далась“? (т. е. на что она тебе?). Кан. Пĕр çынна, тем мурĕшĕн (чорт знает, почему), ула качака теççĕ. ПТТ. Çумăр çумасан, ачасене ватăсем: çумăр çумас ĕнтĕ, çав мур Петĕркке шăтăкне кайса ярăр-хă (т. е. воды), теççĕ. Орау. Мур ачи (кушакки, лаши, ĕни, пурчĕ, пуçĕ и пр.)! Ib. Мур ачи! — кунĕпе те киле таврăнмасть! Мур пуçĕ, таккулăхах çапрĕ! Мур ĕни сĕт пами пулчĕ! Мур пӳрчĕ сив пулать. Мур пуçа таçта тухса сĕтĕрĕнчĕ ĕнтĕ! Ib. Мур ачи! Негодный ребенок! См. патак. Ст. Чек. Мурта çӳрет! (= таçта, т. е. шляется чорт знает где). В. Олг. Мора! вырттăр-и! (пусть лежит). Ib. Е, мора! апла марччă, капла туас мĕн, тет. КС. Пирĕн мур ĕни сĕт хăварчĕ (перестала доить). Ib. Мĕн мурĕ ятлăччĕ-ха? Как бишь это его зовут?! Ib. Мĕн мур тăван çăвна? Зачем он тебе нужен? Чураль-к. † Ати упи мур (шур?) упи, тăкăлт-тăкăлт сиккелет, сĕм вăрмана кĕрех кайрĕ. || Яд. Альш. Мур çисе вилнĕ. Отравился. || Оборотень, разбрасывающий, распространяющий повальную болезнь. Собр. Мура лайăх çынах каять, тет. Е арçын, е хĕрарăм мур пулса каять, тет. Çав мура каякан çын. Çĕрле, çын шăплансан, вырăн çинчен тăрса, кĕпи-йĕмне хывса, пытарса хурать, тет те, хăй вара, выртса, йăванса, хĕп хĕрлĕ йытă пулса, мура каять, тет. Вăл вара, выльăхсам картине кайса, миçе выльăх вилмеллине карт картаççĕ, тĕт. Муртан хăтăлас тесен, выльăх картине сĕтсем çакса яраççĕ. Сĕтсене мурсам çисен: кусам пире лайăх пăхаççĕ, кусене тивес мар, тесе калаççĕ, тет. Çапла вара ĕнесем вилмесĕр юлаççĕ, тет. Лайăх пăхманнине, çилленсе, пĕтĕмпех вĕлерсе пĕтерет, тет. Каçхине çапла çӳресен, тул çутăлас енне кайсан, каллах килне кайса выртать, теççĕ. Мура юмăç карчăкки пулса каят, теççĕ, вăл ак çапла пулат, теççĕ: тăват çынна пĕр кунтах юмăç пăхса ярсассăн, тула тухса, макăрса йăванат, тет те, шур йăтă пулса, мура каят, тет. Чăн первей вăл хăй юратман яла кайса, пĕр уй хĕрĕнчи çынăн ĕне картине кĕрсе, хуçи пыраччен ларат, теççĕ; хуçи пырсан, çăккăр татĕк (= татăкĕ) пăрахса памасан, ĕнине çиччас вĕлерет; çăккăр татĕк пăрахса парсан, унăнне нимĕнне те тивмест, анчах, ун çумĕнчи çын патне кайса, ун ĕнине вĕлерет, теççĕ. Вăл çын: мур килеччен, чаччас ĕнине суса, сĕтне пĕр-пĕр çĕре çӳле пытарса лартсассăн, мур вара ун ĕнине тупимаст, теççĕ. Мурĕ тата ун çумĕнчи çынăнне кайса вĕлерет, унтан тата тепринĕнне; çапла пур ялăнне вĕлерсе пĕтерет, теççĕ. ЧС. Мура пирĕн чăвашсем акă мĕн тесе ĕненеççĕ: мур çын — çын пекех, пĕре анчах мар, — вĕсенчен хăши асли, хăши кĕçĕнни пулать; вĕсем пурăнассине пĕр-пĕр пысăк шыв çинче, кĕпер айĕнче пурăнаççĕ. Этем мурĕ пулас пулсан, асли хăй каят; выльăх мурĕ е вĕçен кайăк мурĕ пулас пулсан, асли кĕçĕннисене хушса ярать; анчах шутсăр пĕрне те вĕлерме юрамаст, мĕн чухлĕ вĕлерессине хăй хушса ярат, теççĕ. Мур теминçе тĕслĕ пулма та пултарать: çын пек те пулать, ыйăтă (так!) пек те, кушак пек те, ытти выльăх тĕслĕ те пулать, теççĕ. Хăш ялта мур пулмалла, мур çав яла пырать те, çын пулса, пĕр-пĕр пуян çын патне хваттере кĕрсе выртать. Пуян çын ăна лайăх ĕçтерсе çитерсен, ун выльăхне вĕлермесĕрех хаваратт. Мур ялта вĕлерсе çӳрен-çӳрен (надо: çӳресен-çӳресен), ыйă(тă) пулса, яллаях çав çын килне кĕрсе выльăхсем хушшине кĕрсе выртать. Хуçи ăна мур иккенне сисет те, кашни кун пăтă пĕçерсе, картана çакать; мур ăна кашни çĕр çиет. Вара çав çыннăн темĕн чухлĕ выльăх пулсан та, хăтăлса юлать, теççĕ. || В. Олг. Мор вĕлерсе кайманскер! (Брань). СТИК. Мур тыттăр! Ну его к чорту! Ст. Чек. Мур курнă. „Видел человека, рассылающего болезнь“. Ib. Мур – человек, рассылающий, разбрасывающий болезнь. См. Магн. М. 223. || Рак, çăкăр мурĕ (дармоед), ахаль çисе выртать çав! Йӳç. такăнт. 13. Ак кăçатпа шаплаттарсан (вот я шлёпну тебя валенком!)... Мур илешшĕ!

йохă

(jоhă), течение. N. Çаранĕ унăн малтан Ванданка икĕ еннипе-ччĕ, халĕ, шыв юххине тӳрлетнипе, сылтăм енче анчах пулса тăчĕ. Синьял. † Марье шыв кӳме кайнă чух майра утти утаччĕ; шывне кӳрсе килнĕ чух шыв юххи пек юхаччĕ. || Быстрый (о воде). Сред. Юм. Йȏхă шыв, быстрая вода. Хорачка. jуhы̆ шу.|| Неряха. Пшкрт. ђы̆ с'ын — неприятный. Хорачка, н'имт¬э пос'тарман – jођы̆. || Охан. Персирл. «Йохă ― охан (сеть из ниток); плавают вниз по течению; в роде невода, широкий: 5—7 сажен длины и сажени в 2 ширины». Ib. Йохă йохас ― ловить «оханом». Йохă йохма карĕç. Сареево. «Йохă ― охан (рыболовная снасть)». В Виç-Пурт-Шашкар это наплавная сеть, пускаемая стеной по течению; её плавят на двух ботниках. См. йохăçă.

йăван

валиться, вальнуться, повалиться, перевалиться, свалиться; перевернуться. НАК. Эпĕ: ку кăвакал ырăскер мар, усал пулĕ, тесе, пăшала мыйри хĕреспеле авăрласа, петĕм те, хайхискер месерле йăванчĕ-кайрĕ (перевернулась). В. Ив. Касăсем (борозды) пурте, ӳпне çавăрăнса, умĕнхи касă лупашкине йăванса пымалла. Чем люди живы. Вăл чăпта пек йăваннă-кайнă. Он свалился как куль. N. Чĕп йăванчĕ-карĕ. Чупса пытăм — чĕпĕ вилнĕ-кайнă. Никит. Урапи тӳрем çĕртех йăванса кайрĕ. Телега перевернулась на ровном месте. Альш. † Пĕчĕккĕ пукан, йĕс пукан, йăванмĕ-ши (не повалится ли) урам тăршшĕне? Орау. Ачипчипе пурсăмăр та пĕр вырăн çинех йăванаппăр (о спанье). V. S. Çилпе йăваннă вăрман, поваленный ветром лес. Якейк. † Майра сăнь пек пирн варли-ч; эпĕр тохса кайнă чох, пăхса тăрса йолĕ-ши, выртса йăванса йолĕ-ши? Наша милая была лицом как русская. Когда мы будем уезжать, то будет ли она смотреть нам в след, или она повалится (с горя) на землю? Юрк. Салтаке, мĕскĕн, йăванат-каят (валится). СТИК. Ăрамра пĕренесем йăванса-кăна выртаççĕ! Бревна лежат на улице в симметричном порядке. (Частичка «кăна» придает здесь выражению оттенок восхищения). || Завалиться. Орау. Кайса, йăванас пуль: ăйăх килет. Пойти завалиться: хочется спать. || Вываляться. Абыз. Первей тикĕт çине кĕрсе йăванчĕ, тит (вывалялся в дегте). || О повалившемся кустарнике. Альш. Ун пек шывлă-шурлă çĕрсенче хăва выртать вара йăванса (лежит повалом). || Переваливаться. Бгтр. † Выртан каскă йăванса юлчĕ. Лежачий кряж перевалился. Ib. Мăн çул çинче упа йăванса пырать. (Çил-арман). || Катиться. Упа 678. † Эпир сирĕн патра килтĕмĕр, шурă çăмарта пек йăванса. || Валить валом. Якейк. Айтăрах! ăрамра шу йăванать! Вода так и валит (течет сильно) по всей улице! Сала 282. † Хура шыв юхать йăванса, хумăшпа хăях хушшинчен. N. Тинĕс хумханнипе тем пăсăкăш шыв хумĕсем тинĕс уттисем çинелле йăванса пынă та, вĕсем çинчи ялсене, хуласене нуммайĕшне хăйсемпе пĕрле тинĕсе, юхтарса кайнă. Сред. Юм. Çырмара çăмăр хыççăн шыв йăванать анчах (вода сильно течет). || О густом хлебе, который валится, стоя на корню. Сред. Юм. Кăçал тыр лапрах вырăнсĕнче йăванса пôлнă. Нынче хлеб на низменных местах даже лежал (хорошо уродился) || Ошибка, вм. явăнса? Н. Карм. † Хĕвелсемех тухать хĕрелсе, улма-йăвăçсене йăванса; пĕр тавранмасассăн, пĕр таврăнăп, хам çуралнă çĕр-шыва çаврăнса.

йăкăшт

подр. отрывистому скользящему движению. В. Олг. jы̆гы̆шт шохса к¬ар'ы̆ (тайно). Орау. Пĕр майра ман çумма пырса ларчĕ те, эпĕ йăкăшт тенкелин тепĕр пуçнерех сиксе лартăм. Вăл тата ман çуммарах ларать; эпĕ татах пуçнерех йăкăшт (быстро) сиксе ларатăп. Чуратч. Иăкăшт-йăкăшт шумашкăн хăми тикĕс пулин-ччĕ. Абыз. Йăван йăкăшт-йăкăшт шуса анать, тит (с лопаты).

йăпăх-япăх

плохой. Яргуньк. Кĕпер çинче пĕр майра: шта каятăр? тесе, ыйттăрĕ, тет. Лешсем: пире унашкал йăпăх-япăх майра ан чăрмантарнă пултăр! терĕç, тет.

йăрхах

(jы̆рhах), крюк, вешалка. СПВВ. † Пурçăн пушша (кнут) çакмашкăн ылттăн йăрхах кирлĕ ăна. Ч. П. Йăрхах, крюк (напр., для того, чтобы вешать кнут). Тюрл. Йăрхах ― крюк (йăвăçран, якатма). N. Йăрхах ― вешалка. Зап. ВНО. Йăрхах ― крюк для шлифовки веревок. Ib. Пĕчик пиччен пурни куккăр. (Йăрхах е кантра туртмалли пăта; в б. Козмод. у.). Ib. Йăрхах вăл туратлă йăвăç. ― Лашасене йăрхахран кăкар (привяжи), теççĕ. Синьял. † Çăпатине йăрхаха, хĕрĕсене чăлана, майра ташши ташлама. N. «Йăрхах, а у нас пăта». СПВВ. ОВ. Йăрхах ― çекĕл, кукăр пăта, пӳрт алăк патне стена çăмне (так!) тунтирсем çакма тăваççĕ. Разум. «Йăрхах ― кантра якатмалли». Етрух. Çав йăрхахран уснать (= усăнать) пулать унăн чунĕ (арçын чунĕ). Çынна пытарни; см. вил). Янтик. Йăрхах ― деревянный крючок для вешания в избе. Так, напр., говорят: «Йăрхаха çак».

йĕрт

понуд. ф. от йĕр„плакать“. Хыпар № 4, 1906. Тӳррине каласан, эпир çĕре йĕртетпĕр-кăна, хăйне пĕртте пăхмастăпăр. Говоря по правде, мы только мучим (заставляем плакать) землю, а вовсе не ухаживаем за нею. Альш. Çĕтĕк майра ял йĕртет. (Загадка). Драная женщина заставляет плакать всю деревню.

ван

(ван), мельчать, дробиться, крошиться; биться, разбиваться; ломаться. Синьял. † Майра шăрçин (особые бусы) сăн (вид) хӳхĕм; сан хӳхĕм те, час ванать. Сред. Юм. Тортасĕм веç ванса пĕтрĕç. Все оглобли изломались. Скотолеч. 35. Ватăрах сурăхсен хăш чухне чĕрни ванса çĕре пуçлать. Ердово. Лашине хытă кӳлсен, тавраш ванать (ломается сбруя), теççĕ. Упа. Çĕрĕ çемçе, мăкăнь вăрри пек ванса (разбиваясь), тĕпренсе пырать, тет. Янтик. Кленче чӳрече çинчен ӳксе ваннă (разбилось). || Осыпаться. Сред. Юм. Тыр ванма пуçланă (сыплется).

варшăн

(варжы̆н), развеваться. || В перен. см. Орау. Пĕр майра кунтан варшăнса тухса карĕ, тумланнă, тамаша!

вер

неизв. сл. в заумн. п. Абаш. Вер-вер верпеçю, вернеç (sic!) майра кăтраю.

выркала

учащ. ф. от выру. || Жать слегка, кое как. Чуратч. Сана хура чул тăвам, хам, майра пулса, сана выркаласа тăрам. Изамб. Т. Унпала пĕрле эпĕ тырă выркаласа пĕтеркелерĕм.

вут çути

зарево. Ч. С. Малтан эпĕ: хамăр çумри кӳршĕсенĕн çурчĕ çунать пулĕ, тесе, — вут çути хамăртан инçе мар пек курăнчĕ те. Альш. Уччилни патĕнче вут çути пур (зарево), тахшине вут хыпнă. || Свет (лампа и т. п. ). Ст. Чек. Майра кайнă чух (уходя) вут çутине сӳнтерсе хăварнă.

ил

(ил'), брать, взять; покупать, купить; снять. Ст. Чек. Пыл исе каяççĕ те, лере çăлран шыв исе, шĕветеççĕ. Рег. 96. Она исе каяссише исе кайман, орăхне исе кайнă. Взял не тот, который было надо взять, а другой. Вишн. 72. Вĕсем (воды) хăйсемпе пĕрле çĕр витĕр аннă чух тислĕке те илсе кĕреççĕ те, часах çав ăшăк пусса пухăнаççĕ. Хып. 1906, № 5. Кам илес тиекен илтĕр, манран илсе пулас çук, тет аслашшĕ (т.-е. я не могу купить). И. И. Орлов. В Ракове «илсе кайма кайĕ» = «илсе кайин». Тогаево Покр. Витресем порте мончара, кайса илесси терĕç. Орау. Лаши мĕн пур вăйĕпе чупса пычă чухне салтакки пĕшкĕнсе аллипе тăпра иле-иле пырать. Орау. Пĕри ман хушамата илнĕ (выбрал себе взамен своей мою фамилию). К. С. Эпир кăçал хĕлĕпех тырă илтĕмĕр (покупали всю зиму). Хып. 1906, № 28. Кама, мĕн те çĕр хуçине тӳлес? Кам хăй укçалла илнине кăтартĕ, ăна тӳлесен те юрать. Ст. Шайм. Ача: лешсене илнине кăна илĕпĕр, тет. Парень говорит: «Если уж те вещи сумели взять, то эту возьмем». Ист. Олег çапла тапăна-тапăна Чернигова туртса илнĕ-илнех (все-таки взял.). Чураль-к. † Авăн çапнă укçапа илсе ячĕç ка... на (cunnum). НАК. Ачанăн ашшĕсем ачи илес (scr. исел) тенĕ хĕре илес тесен, евĕч хĕрĕн ашшĕсене калаçтарма каять. Юрк. Шалуннине те чиперех илекен пулать (стад получать порядочное жалованье). Толст. Вĕреннĕ çын арăмне килне илсе кайрĕ, тет, вĕренменнине çавăнтах патакпа çапса илчĕç, тет. Толст. Вăл укçапа пĕр чăхă илсе ярать (на эти деньги покупает). Якей. Сарă вăрăм хĕрсене илессӳ çок (если не хочешь взять), ма астарас? Ирть-х. Вăл Атăл илчĕ он чохне, латти полмарĕ, окçи пĕтрĕ. Он тогда снял (с торгов) Волгу, но толку не вышло, а деньги ушли попусту. Рег. 1086. Ик кĕрĕк илме окçа патăм. Орау. Хам укçана илимарăм (или: кăларимарăм). Я и своих денег не выручил. СТИК. Çук, мĕн улмине калан! Илех тăратпăр та, ăçтан пултăр! Где уж тут в целости сохраниться яблокам, когда дня не пропускаем, чтобы не поесть яблоков. О сохр. зд. Вара пичĕ (наволочка) варлансан ăна час-часах илсе (сняв) çума та пулать. Рег. 1508. Вăл сана парсан, ил (возьми). Букв. 1908, 17. Аллусене ил (отними, возьми), мана сывлама йывăр. Бес. о земл. Малтанхи çуркуннехи сухапа тĕплĕрех тăвас пулать, суха кассисене (борозды) кĕçĕнрен илес (провести) пулать. † Илес-илес илесех, аваннинех илесех (невесту), хамăр ялтан илесех. Т. Исаев. Эй турă, тăхăр çулччен тырă-пулă акса туса илтĕмĕр, тăхăр çул хушшинче лайăх та, начар та тырă пулчĕ, эй турă, тата тепĕр тăхăр çулччен тырă-пулă лайăх пулма парччĕ. Т. Исаев. Çапла пĕр кун ятне илер-ха (возьмем, для примера, название одного дня). Цив. Каçпала пĕр çĕрĕк çăпата илсе кĕреççĕ. Букв. Пирĕн ялта пĕр çын пасартан сӳсмен илсе тавăрăннă тет. Шорк. Исе-исе лайăхрах атă илес. Если уж покупать сапоги, то надо купить получше. СТИК. Çĕр-улми илмелле кĕреп те туртап (чĕлĕм). Спускаюсь в подполье, как будто за картофелем, и курю. Рег. 500. Эс исе, эп илтĕм. Ч. С. Вăл вилеччен виçĕ çул малтан пĕр Çатра-касси çынинне тырă çинчен утне тытса хупнă. Ăна ахаль паман, виçĕ тенкĕ укçа илсе юлнă. Сборн. мол. 14. Вăл чура сăнне илсе, этем пек пулса тĕсĕпе çын евĕрлĕ пулса, хăйне хăй кĕçĕнлетнĕ. ССО. Илсе килтер, велеть привести. N. Египет çынннсем çине тинĕсе илсе пырса, тинĕс шывĕ айне турĕ. Шихазаны. Илсе ярас (купить) эппин пĕр сурăх, терĕç. Альш. Унта ахăл-ахăл тăваççĕ (молодежь): вĕсене хирĕç вăрманĕ янраса тăрать, сассисене илсе... Хып. 1906, № 27. Çапла ĕнтĕ ун пек патшалăхсенче халăх суйласа янă çынсем закон еркисене пăхса тăраççĕ, патшалăхри пайтасене, расходсене хисеп илсе тăраççĕ. Рег. 872. Порте илчĕç ĕçлĕксене (поç çинчен). К. С. Илмеллех ил, совсем взять. || Взять замуж. Никитин. Мана Хомок илмере илме (чит.: илмерĕ, илмерĕ) — курĕ-халĕ нушнине, курĕ-халĕ нушнине. Чураль-к. † Ялти маттур сар хĕрсене илме тăртăм, çул çитмест. Т. М. Матв. Илнĕ лаша ăнмасан, çулталăка хуйхă; илнĕ арăм ăнмасан, ĕмĕрлĕхе хуйхă. Ст. Айб. † Вĕтлĕх çулчи кĕл пулмĕ, пирĕн (чит,: пире?) илен хур пулмĕ. Изамб. Т. Эпĕ ун пек (такую) арăм илес çине (чтобы взять) авланмастăп та, теччĕ. Тăвйп. Иван вара урăх начартарах, çук çын хĕрне аран илсе янă. † Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма (взять за себя) полмарĕ. || Взять на военную службу. Урмай. Нурăс кулачи шур кулач; илес тесе карăм та, хамăра илсе пăрахрĕç. (Из солд. п.). || Стричь. Сред. Юм. Кам сана тутар пик илсе янă? Чирикеево. Çӳçне нумай илмен, кăшт-кăна кăрăхтарнă. || Оказаться в состоянии стронуть с места, свезти (о лошади). Изамб. Т. Мăклă лавсене лашасем çиле хирĕç ниепле илеймеççĕ (не могут везти). Букв. I, 1904, 71. Хайхисен лашисем харăс илсе, шыв пек кайнă. N. Утсем илеймерĕç. Лошади не взяли. || Заливать, понимать (о воде). Якей. Пилĕк таран шу илч (затопила), çаплах лармаçть (она). Шу мыя иле пуçларĕ. Альш. Етремене Сурăх ваççи юхса кĕнĕ тĕлте, мал енчи çеремре, пĕр çур ял вырăне пек çӳлĕ шыв илмен вырăн пур — тĕме. Богатыр. Шыв унта та тулса çитрĕ (поднялась) тет те, улпута мăй таран илчĕ, тет. || Резать, пилить (об инструменте). Толст. Илмест. Не берёт (пила). || Перетягивать. СТИК. Илеймест-ха=не перетягивает (чашка весов). || Выростать (о новом мясе). О сохр. зд. Чи çиелти тир пирĕн кивелсе, кирĕк пулса тăкăнса каять те, ун вырăнне аялтан çĕнĕ ӳт илсе пырать. Хып. 1906, № 43. Тĕттĕм çĕрте пурăнса куçĕсем е пит пĕчĕккĕленсе вăйсăрланса кайнă, е куçĕсене пĕтĕмпех ӳт илсе ларнă (заросли мясом). || Захватывать (не целиком, о пожаре). Орау. Вăсен пӳртне те вут илчĕ. И их изба загорелась. См. хып. || Умножать (в арифм.). || Начать одолевать в борьбе. Сред. Юм. Илсе-илсе пыраттăмчĕ (в борьбе), тепле ôрана хиртерчĕ те, çавăрчĕ-пăрахрĕ. Такки çĕнчĕ, терĕç вара çапах. || Futuere, terere. Ст. Чек. Эпĕ ăна, ох, илтĕм! || Дрыхнуть во всю. Якей. Эпĕр ăйха илеппĕр анчах. Мы знаем спим (много спим). Загораться. Пĕр шăрпăкпа илеймерĕ. От одной спички не загорелось. || Часто употр. в качестве вспомог. гл., даже если говорится о действиях неодушевл. предметов. См. «Опыт иссл. чув. синт.», II, 45, 52—55. Яргуньк. Хай çĕлен кайран калях çыпçăнса илчĕ (опять обвился вокруг шеи портного). Юрк. Пуçĕнчен çĕлĕкне хыпаланса хывса илсе... Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Ырашне çапса илсен, улăмĕ вута! терĕр пуль. Букв. 1904, I. Унтан пурте сăхсăхса илтĕмĕр (перекрестились) те, вăрмана кĕрсе кайрăмăр. Календ. 06 г. Вăл 24 сехетре пĕре çавăрнса илет (о земле). I-ая кн. для чт. 1912, 34. Ăна (клён) çил, вăрттăн пырса, кăшт сĕртĕнсе кайсан, вăл хăйĕн çулçисене вылянтарса, çавăркаласа пăхса илет. Хып. 1906, № 44. Халăх хăй те ăна сиссе илчĕ. Юрк. Ун патне килсеттĕмĕр çав, теççĕ те, тата урăх сăмах килаçса та илеймеççĕ, хай майра часах шалти пӳлĕме кĕрсе каят. I кн. для чт. 1912, 21. Шăпăр хулли хуçса илчĕ те, тытăнчĕ çунтарма (сечь, пороть). Чăв. юм. 1924, 32. Пĕр куç хупса иличчен. В мгновение ока. Чăв. юм. 1924, 17. Ак тамаша! Арча хуппине уççа ярсанах, симĕс-кăвак çĕлен-калта яшăлтатса тухрĕ. Хисепсĕр нумай. Авкаланса, хуçкаланса, хĕре явăнса илчĕç те, çавăнтах çиме пуçларĕç. К. С. Пĕрре... са илтĕм. Futui semel. Сред. Юм. Чӳрече витĕр кăçкăрса илчĕ. Увидал из окна и позвал к себе, и тот вошел. К. С. Тивертсе (или: хĕртсе) илтĕм. Прибил, отдул (кого). Юрк. Арăмĕ, ĕмĕрне çынпа килĕштереймен çын, кӳрши арăмĕне вăрççа илет. Ист. 354°. Хусана епле те пулсан туртса илес-илесех, тесе, çарă пуха Пуçланă. Ллыи. Кăна та юмăçă: пăхса вĕрсе илтĕм. тет. Толст. Пĕрре асапланса илсен, кайран çăмăл пулĕ. О сохр. зд. Куçсем часах ывăнса ыратакан пулаççĕ; вара ирĕксĕрех ĕçе пăрахса, пăртак канса илес пулать. БАБ. Анне ĕлĕк хампа асапланнине (со мною) шухăшласа илетĕн те, куççулĕ шапăрах юхса тухать. Сказки. Иванпа Петрăн (чит.: Петĕрĕн) лашисем те пĕр-пĕрне палласа кĕçенсе илчĕç, тет. N. Шухăшласа илме çук тĕлĕнмелле. Ч. С. Сăмса айне шăлнине ыттисем ан сисейччĕр, тесе: веçа килет! тесе, аллине тăсса кăтартса, сăмсине кăшт шăлса илчĕ, тет. N. Эпĕ вара ерсе илтĕм (поплакал). 93 çул. 68. Марккиз кулса илнĕ. Маркиз усмехнулся. Хăр. Паль. 19. Апатне те çăварĕ патне аран илсе пырать. И. Патт. 12. Эпĕ сире хĕрхенсе илсе çитертĕм (довёз), терĕ те лешĕ, чуптарчĕ хăй çулĕпе.

улăк кĕпçи

назв. раст., шкерда. Кубово. См. Майра хухи.

уткала

прохаживаться, орогуливаться, вышагивать; итти шагом. Илебар. † Улăхрăм-кайрăм ту çине, ярăнтăм-антăм (спустился) улăх варне çӳрерĕм-çӳрерĕм уткаласа. Тип-Сир. Ĕлĕк пĕр вырăспă майра уя уткаласа çӳреме тухнă. НАК. Эпĕ вăрмана хамăр ял çулĕне кĕрсе кайрăм та, уткаласа пыратăп (иду себе); йытă умраи чупса пырать. Ст. Яхă-к. Çынсем чиркӳрен кило тавăрăнса пĕтсессĕн, икерчсем çикелесессĕн, ăçта урама тухса, уткаласа çӳрекелеççĕ. Яндобы. Çав вăхăтра упа уткаласа çӳреме тухнă тет.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

бубновый

прил.
бубнă ...; бубновая дама бубнă майра

булавка

сущ.жен.
булавка, майра йĕппи; скрепить булавкой булавкăпа тытăнтар

королева

сущ.жен.
1. король арăмĕ, король майри
2. королева, хĕрарăм король; королева Дании Дани королеви
3. (син. ферзь) майра патша (шахматра — чи вăйлă кĕлетке) ♦ королева спорта çăмăл атлетика; королева красоты илем патши (илемлĕ хĕрсен конкурсĕнче çĕнтерекен)

сыроежка

сущ.жен.
майра кампи

трефовый

прил.
треф ...; хĕрес ...; трефовая дама хĕрес майра

царица

сущ.жен.
1. майра патша, хĕрарăм патша
2. патша майри, патша арăмĕ
3. ама (вĕлле хурчĕ пек йышлă хурт-кăпшанкăсен)

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

дама

дама (1. качча кайнӑ хӗрарӑм; 2. арҫынпа ташлакан хӗрарӑм; 3. майра сӑнлӑ карт).

канарейка

майра кайӑкӗ, канарейка.

свербигуз

свербига вырӑс хуххи, майра кӗпҫи, йӳҫӗ кĕпҫе.

шкирда

обл. майра хуххи, майра кӗпҫи, вырӑс хуххи.

пачка

пачка, ҫыхӑ; пачка булавок пĕр пачка булавка (майра йĕппи).

провинциализм

провинциализм (чĕлхен пĕр-пĕр вырӑнта ҫеç усă куракан сӑмахсемпе ҫаврӑнӑшсем; сӑмахран: маря, маҫак, хӑнча (майра, асатте, хӑҫан вырӑнне).

булавка

булавка, майра йĕппи.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

булавка

ж. булавка, майра йĕппи.

гребень

м. 1. (гребёнка) тура; частый гребень вĕт тура; 2. тех. (приспособление для ручного прядения) тура; турахуп, майра хуппи; 3. (у птиц) тĕпек, тĕпеке, кикирик; петушиный гребень автан кикирикĕ; 4. (верхний край чего-л.) тара, хысак, шăрт; гребень горы ту шăрчĕ, ту хысакĕ; 5. (конёк) тӳпе, тӳпе кашта, тӳпе чус, тĕренчĕ.

дама

ж. 1. хĕрарăм, дама; 2. (в танце) хĕр, хĕрарăм, мăшăр; 3. карт. майра, дама; пиковая дама курак пики) майра; ◇ дама сердца шутл. юратнă хĕрарăм, савни.

императрица

ж. 1. (жена императора) император арăмĕ, патша майри; 2. (государыня) хĕрарăм император, императрица, майра патша.

канарейка

ж. канарейка, майра кайăкĕ (юрлакан кайăк).

королева

ж. 1. (монархиня) хĕрарăм король, майра король; 2. (жена короля) король арăмĕ, король майри.

пестушка

ж. бот. майра пуçĕ.

пиковый

прил. карт, курак..; пиковая дама курак майра; ◇ остаться при пиковом интересе нимсĕр тăрса юл.

русская

ж. скл. как прил. вырăс хĕрарăмĕ, майра.

сыроежка

ж яка кăмпа, майра кăмпи.

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

патша

[patŝa]
caro, reĝo, imperiestro
патша майри — carino (edzino de la caro), reĝino (edzino de la reĝo)
патша хĕрĕ — princino
патшара лар — reĝi, cari
патшана лар — ekreĝi, fariĝi reĝo, caro
майра патша — imperiestrino, carino reĝino
патшалăх — ŝtato, lando, registaro
патшалăхлăх — ŝtateco

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

майра

«русская женщина»; тат. 0, узб. маржа то же. Золотницкий производит от часто встречающегося у русских женщин имени Мария (КСл. 42).

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Карта ларт

Карта ларт 1. удовлетворять / удовлетворить (требованиям, чувству и т. п.); 2. делать кое-как, лишь бы сошло.
1. Майра инке темиçе хутчен те калать, картне лартаймасть. М. Ухсай. [Васильев:] Эсĕ пур... Хăвăн сассуна ниепле те карта лартаймастăн. А. Ĕçхĕл. Манăн кăмăлăм картне ларчĕ. 2. Тĕрĕс калаймасан та пырать, картне лартсан юрать.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

лĕпĕш

ç.п. е каçхи лĔпĔш, çĔрлехи лĔпĔш, ç.я., эвф. Хăйĕн ӳтне сутакан хĕрарăм; аскăн майра, катăк йĕм. Пур пек укçи-тенкине эрех ĕçсе, табак туртса, картла выляса, хăйнешкел çăмăлттай «лĕпĕшсемпе» ашкăнса пĕтеретчĕ. Л.Маяксем //Х-р, 6.01.1998, 3 с. Купюрăсене чăштăртаттарса джентельмен ресторана пырса кĕнĕ. Хăлхашăн кăмăллă чăштăртатăва илтсе «каçхи лĕпĕш» вĕçсе килнĕ. ÇХ, 2001, 20 /, 4 с. Хăй çĕрĕпе «каçхи лĕпĕшпе» пĕрле пулнă. ЧХ, 2001, 29 /, 4 с. Тем курса ларăн тата, ара, «лĕпĕшĕ» вăйпах çыпçăнать. Ар, 2001, 22 /, 3 с. — çĕрлехи «лĕпĕш» (Х-р, 6.06.2000, 2 с.; Т-ш, 2001, 33 /, 10 с.).

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

канарейка

(майра кайăкĕ) канарейка — serinus canaria [килте усракан, илемлĕ юрлакан вĕçен кайăк]

Федотовăн «Тĕне кĕмен чăвашсен ячĕсем» словарĕ

Майраслу

яз. и. ж. Рысайк. (Ашм. Сл. VIII, 168): Майра +слу; мар. ж. и. Майра/Марля/Марья, русск. Мария (Черн. СМЛИ, 264)

Этимологи словарĕ (1996)

майра

русская женщина. Может обозначать женщину не чувашского происхождения: вырăс майри русская женщина, тутар майри татарка, но чăваш матки, çармăс матки чувашка, черемиска.
   Производные формы: Майрук, Майрухха, Майруххи - языческие женские имена (Ашм. Сл. VIII, 165—168).
   Ср. башк. маръя, тат. марҗа, мар. маря, майра ( < рус. Марья).
   См. Егоров ЭСЧЯ, 127; Räsänen EWb., 328Ъ.

Çавăн пекех пăхăр:

майпăран майпа майпе Майпикке « майра » майра çĕмел майра çĕрри майра çулĕ майра çухи майра йĕппи

майра
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
5 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150