Шырав: вăкăр

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

ама

материнский
Ама сĕчĕпе кĕменни вăкăр сĕчĕпе кĕрес çук. — посл. То, что не воспринято с молоком матери, не воспримешь с бычьим молоком.

вăйă

игровой
ача вăййи — детская игра
пукане вăййи — игра в куклы
спорт вăййисем — спортивные игры
вăйă юррисем — игровые песни
вăййа хутшăн — включиться в игру
Вăйăран вăкăр тухать. — погов. Баловство до добра не доведет.

вăкăр

бык

вăкăр

бычий, бычачий
ăратлă вăкăр — племенной бык
кайăк вăкăр — дикий бык, тур
кастарнă вăкăр — вол
вăкăр тирĕ — бычья шкура
вăкăр пек ĕçле — работать как вол
вăкăр пек пăх — набычиться, смотреть злобно, сердито
Аçтăрханта вăкăр пĕр укçа, киле çитиччен пин укçана çитет. — посл. В Астрахани бычок стоит денежку, а с привозом обойдется в тысячу денежек. (соотв. За морем телушка полушка, да рубль перевоз).

йăхлăх

на племя
на развод

йăхлăх ăйăр — жеребец-производитель
йăхлăх вăкăр — племенной бык
йăхлăха путек туян — купить ягненка на племя
йăхлăх хăвар — оставить на развод

кайăк

дикий (не домашний)
кайăк вăкăр — зубр
кайăк кăвакал — дикая утка
кайăк хурсем — дикие гуси

кас

6.
кастрировать, холостить
вăкăр кас — кастрировать быка
каснă така — холощеный баран

мăран

1.
вялый, малоподвижный, медлительный, неповоротливый
вăкăр пек мăран — медлителен как вол

пуç

9.
конец, оконечность, край
вăрман пуçĕ — конец леса
пĕрене пуçĕ — конец бревна
ял пуçĕ — край деревни
Пĕр пуçĕ çăка, тепĕр пуçĕ юман, варринче вăкăр. (Тăпачă). — загадка На одном конце липа, на другом — дуб, а посредине — бычок. (Цеп).  

пушмак


пушмак вăкăр
— двухгодовалый бычок
пушмак пăру (тына)  — двухгодовалый теленок, телка по второму году

сĕт

молочный
ăшă сĕт — парное молоко
ăшă сĕт — теплое молоко
тин сунă сĕт — парное молоко
вĕретмен сĕт — сырое молоко
вĕретнĕ сĕт — кипяченое молоко
качака сĕчĕ — козье молоко
кăкăр сĕчĕ — грудное молоко
çăратнă сĕт — сгущенное молоко
хăймасăр сĕт — снятое молоко
сĕт апачĕ — молочное, молочная пища
сĕт витри — подойник
сĕт савăчĕ — молокозавод
сĕт парĕсем — молочные железы
сĕт продукчĕсем — молочные продукты
сĕт савăчĕ — посуда для молока, молочник
сĕт çулăхĕ — жирность молока
сĕт яшки — молочный суп
сĕт йӳçĕхнĕ — молоко прокисло
сĕт кĕвелнĕ — молоко свернулось
сĕт типнĕ — молоко пропало (корова перестала доиться)
ĕне сĕт лайăх антарать — корова хорошо дойтся, дает много молока
ĕнесем сĕт хушаççĕ — надои молока повышаются
сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килмелле пултăр — фольк. пусть дорога туда будет по молоку, а обратно — по маслу (пожелание счастливого пути)
Ама сĕчĕпе кĕменни вăкăр сĕчĕпе кĕрес çук. — посл. То, что не воспринято с молоком матери, с бычьим молоком не воспримется.

сӳсмен

хомут
вăкăр сӳсменĕ — ярмо (для быка)
сӳсмен пăявĕ — гужи
лашана сӳсмен тăхăнтар — захомутать коня

ту

II. глаг.

1.
делать
мĕн тăватăн? — что ты делаешь?, чем ты занимаешься?
анализ ту —
1) делать анализы (в лаборатории)
2) анализировать (напр. статью)
йăнăш ту — делать ошибки, ошибаться
сăтăр ту — наносить вред, вредить
суд ту — вершить суд, судить
усал ту — делать, творить зло
ырă ту — делать, творить добро
тума шухăшла — намереваться делать что-л.

туса пĕтер —
1) завершить, кончить делать что-л.
уй-хир ĕçĕсене туса пĕтер — завершить полевые работы
2) понаделать, сделать много чего-л.
йăнăшсем туса пĕтер — понаделать ошибок

туса пыр —
1) прийти, сделав что-л. предварительно
шкула сапатсем туса пыр — явиться в школу, приготовив уроки
2) делать что-л. регулярно, систематически, постоянно
сăнавсене куллен туса пыр — регулярно вести наблюдения

туса çитер —
1) завершать, доделывать, доканчивать
2) успевать делать что-л.

туса тултар — понаделать, сделать много чего-л.
кукăль туса тултар — понапечь пирогов

Ут тăвать те вăкăр çиет. — посл. Конь производит, да бык изводит (о расходовании средств, добытых чужим трудом).

Вĕлле хурчĕ пĕччен нумаях пыл тăваймĕ.
посл. Одна пчела много меду не насобириет.

Ĕçне тумасăр ан мухтан — погов. Не сделав дела, не хвались. (соотв. Не говори гоп, пока не перепрыгнешь).

тулхăр

1.
фыркать
Лашасем тулхăраççĕ — лошади фыркают
пăхăр вите, пăхăр витере тимĕр вите, тимĕр витере хĕрлĕ вăкăр мĕкĕрет, тулхăрать, хӳрине тăратать. (Сăмавар). — загадка Медный хлев, а в нем железный хлев, в железном хлеву красный бык, он ревет, фыркает и хвост торчком поднимает. (Самовăр).

шăнăр

1.
жила, связка, сухожилие
алă шăнăрĕсем — сухожилия рук
вăкăр шăнăрĕ — бычья жила
çурăм шăнăрĕ — анат. хорда
çыхă шăнăрĕ — анат. связка
чĕркуççи шăнăрĕсем — поджилки, коленные сухожилия
шăнăр тăсăлни — растяжение связок
ура шăнăрĕ туртса лартрĕ — ногу свело судорогой
шăнăр туртни — 1) судорога, корчи 2) конвульсия

ӳрхи

диал.
ленивый
ӳрхи вăкăр — ленивый вол

çамрăк

2.
молодой, юный (по возрасту)
çамрăк ача — подросток
çамрăк вăкăр — молодой бычок
çамрăк йывăç — молодое дерево
çамрăк натуралист — юный натуралист
вăл манран çамрăкрах — он моложе меня
эсĕ мана вĕрентме çамрăк-ха! — молод ты еще меня учить!

ăратлă

племенной, породистый, породный
ăратлă ăйăр — племенной жеребец
ăратлă вăкăр — племенной бык
таса ăратлă выльăх ферми — ферма высокопородного скота
ăратлă лаша ĕрчет — разводить породистых лошадей
çĕнĕ ăратлă выльăх ӳстерсе кăлар — вывести новую породу скота

вăкăр


вăкăр пуç — медовый цвет, клевер (дикий)
вăкăр хӳридиал. подорожник

хăмăт

хомут
ярмо

вăкăр хамăчĕ — ярмо
йывăç хамăт — ярмо
хăмăт клещи — клешни хомута
хăмăт кĕççи — подхомутник, хомутина
хăмăт пăявĕ — гужи
хăмăт пĕвенĕ — хомутина
хăмăт йĕппи — толстая иголка (для шитья хомутов)
хăмăт тăхăнман лаша — лошадь, не побывавшая в упряжке
лашана хăмăт тивнĕ — лошадь натерла шею хомутом
Май пулсан хăмăт тупăнать. — посл. Была бы шея, хомут найдется.

кастар

12.
кастрировать, холостить (животных)
вăкăр кастар — холостить быка
кастарнă ăйăр — мерин
кастарнă така — валух, кастрированный баран

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

вăйă

игра
хоровод

вăйă выля — играть
вăйăран вăкăр тухать теççĕ — говорят, что из игры бык выходит (игра до добра не доводит)
епир вăйă тухсассăн каччă тăма вырăн çук — когда мы выйдем в хоровод, то парням негде бывает стоять

вăкăр

син.: мăкăр
бык
вол

пĕчĕк вăкăр — бычок
кӳлекен вăкăр — вол
Азия çĕрĕнтче пурăнакан вăкăр — буйвол
пĕр вăкăрăн хӳрине хĕрĕх çын туртать — (у) одного быка за хвост 40 человек тянут (дверная скобка)

мĕкĕр

реветь, рычать; плакать; вăкăр мĕкĕрет – бык ревет.

116 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

хĕвел

солнце, солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çӳл тӳпене хăпарать. ''Пазух''. 92. Хевея хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. ''Дик. леб''. 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. ''Ib''. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. ''Ib''. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... ''КВИ''. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. ''N''. Хĕвел анчĕ ту айне. ''N''. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. ''N''. Пĕр пĕлет çук, хĕвел çунать. ''А.-п. й''. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. ''НР''. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на гору за созревшей на солнце ягодой. ''ГФФ''. Ăшшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать.''Ib''. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. ''Абыз''. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввнче хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. ''Оп. ис. ч.'' II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. ''N''. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. ''Баран''. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ''ТХКА''. 106. Хĕвел тухас пек, çанталăк çутăлать. ''Ib''. Хĕвел чылай çӳле улăхрĕ, хĕртсе пăхать. ''Шурăм-п''. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. ''N''. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. ''N''. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. ''N''. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. ''Чув. пр. о пог''. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодно. ''Ib''. 42. Хĕвел хĕртсе пăлсан. Если солнце печет... ''N''. Хĕвел витĕр (пăхнă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еше дождь будет. ''Вопр. Смоленск''. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çăмăр пулать. ''Панклеи''. Хĕвел те пĕлет айнех полчĕ (зашло за облако). ''С. Алг''. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. ''N''. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. ''Якейк''. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. ''Ib''. Ес çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. ''Ib''. Ĕнер конĕпех хĕвел пăхрĕ. ''N''. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? ''N''. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çутă. В комнате светло от солнца. ''N''. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. ''N''. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. ''N''. Мана хĕвеле тохма йорамасть. ''N''. Хĕвелте çӳреççĕ. ''N''. Старик хĕвеле ларчĕ. ''N''. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тяпратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. ''N''. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. ''N''. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. ''N''. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. ''N''. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). ''N''. Тĕкĕрпе хĕвеле ан вылят (не пускай зайчиков). ''N'' Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел ансан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать ткйĕр, тенĕ, тет. ''N''. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. ''Му-сирма''. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. ''N''. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). ''Н. Карм''. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. ''Ст. Чек''. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрать. ''Тюрл''. Хĕвел яякка сулăнсан... Когда прошел полдень... ''Хурамал''. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. ''N''. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ''ЧП''. Пулă çакрăм хĕвел ''Изамб. Т''. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленнĕ. ''N''. Хĕвел яялт (хăшт—еслв дольше) вăхрĕ те мĕаĕт айве вврсе кяйрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылосъ ''N''. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я) ''Юрк''. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. ''N''. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. ''N''. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулять, теççĕ. ''N''. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан, çумăр пулать, теççĕ. ''N''. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. ''N''. Пирĕн тĕлтен хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). ''N''. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. ''N''. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. ''N''. Вара отсан-отсан, хĕвел анса кайрĕ. ''Н. Лебеж''. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. ''N.'' Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен. ''N''. Хĕвел инçе карĕ. ''N''. Курнiтсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. ''Кан.'' 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. ''N''. Хĕвел виттĕр пăхни. ''N''. Хĕвел тохсан тин... ''Микушк''. Ирхbне хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). ''Торп-к''. Карăнтăк виттĕр ылтăн туя кĕрĕ. (Хĕвел). ''N''. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелне ялтăртать. ''N.'' Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. ''N''. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. ''N''. Хĕвел ăшă пăхать. ''N''. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ''ГТТ''. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. ''N''. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. ''N''. Йĕрекен ачана култарас тесе: «Хĕвел пăхать», теççĕ. ''N''. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). ''Никит''. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. ''N''. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. ''Сред. Юм''. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывяется за облаками). ''N''. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). ''N''. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. ''N''. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. ''N''. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. ''N''. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. ''N''. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. ''N''. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. ''N''. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. ''N''. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. ''N''. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорит, когда уверены, что он не может этого сделать). ''N''. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывяет, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. ''N''. Хĕвел кăнтăрлаччен вăкăрпа чупать, тет, кăнтарла иртсен, карсакпа чупать, тет. ''N''. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, «хĕвел карталанни» теççĕ. ''N''. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йывăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). ''N''. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. ''N''. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. ''N''. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. ''N''. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. ''N''. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек курăнаççĕ. ''СТИК.'' Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). ''Ib''. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. ''Ib''. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). ''N''. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: «Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил». ''N''. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран вара — лаша çинче, кăнтăрларан вара —кайăк çинче. ''N''. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). ''Янтик''. Эп вăхăта хĕвеле пăхса пĕлеп. ''N''. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. ''Изамб. Т''. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. ''N''. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). ''N''. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. ''N''. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. ''Артюшк''. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тăвăттăм. ''Собр''. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. ''Н. Карм.'' Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла питт хĕртет. ''ЧП''. Хĕвел пăхрĕ — типетрĕ. ''N''. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. ''N.'' Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел ''N''. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. ''Лобашк''. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). ''N.'' Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). ''Синьял''. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантăк). ''Сятра''. Вутсăрах çунать, çунатсăрах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). ''Альш''. Çулла хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. ''N''. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). ''N''. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). ''N''. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). ''N''. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. ''N''. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. ''N''. Хĕвел шăвать. ''Кив-Йал''. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). ''Нюш-к''. Иртсе пыракан çыя пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. ''N''. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). ''Курм''. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. ''Аттик''. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. ''N''. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çумăр е юр çăвать), теççĕ. ''КС''. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). ''Трхбл''. Хĕвел пирĕн йĕтем пысыккăш, тетчĕç ваттисем. ''N''. Хĕвел пит хĕртет. ''N''. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). ''N''. Паян эп тăрсассăнах хĕвел тухрĕ. ''Красн. Горка''. Хĕвел питĕ хытă пăхать. ''Сёт-к.'' Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. ''Магн. М.'' 68. 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори, || Клятва. ''Ст. Чек.'' Хĕвел, илмен эп ăна. ''Сред. Юм''. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). ''Ороу''. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, аплн та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен?—Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

сивĕ çăл

холодный ключ, около д. Еряпкиной (Хула-ту), б. Спасск. у. || Назв. родника около дер. В.-Байгуловой, Козловск. р. || Назв. ручейка. Б. Акса. || Назв. киремети, находящейся близ дер. Каткасов, в 21/2 км. от дер. Первостепановой, Цив. р. N. Сивĕ-çăла пăрĕнчен, синкерлĕ çумăрĕнчен асăнса кĕлтăвакан кĕлĕ. См. халăхăн вăкăр чӳкĕ. N. Сивĕ çăл, колодец, ключ (киремет) в Шихазан. р.

синкерлĕ

(-гэ-), приносящий зло. Зап. ВНО. Синкерлĕ, бедовое. НИП. Уйăх хушши тунă чухне çуралнă çын синкерлĕ пулат; вăл ылханни çынна çитет, теççĕ. || Опасный, опасно. СПВВ. ЕС. Çĕлен-калта сăхсан синкерлĕ, усал, час тӳрленмест, теççĕ. Шарбаш. Чув. Сорма? Хачă-çĕçĕ синкерлĕ (опасно). Сам. 59. Çак синкерлĕ çул асаплăн чуна пăвса тăнă чух... N. Сивĕ-çăла пăрăнчен, синкерлĕ çумăрĕнчен асăнса кĕлтăвакан кĕлĕ. См. халăхăн вăкăр чӳкĕ. || Стюх. † Симĕс çĕлĕк синкерлĕ, кăвак çĕлĕк кăвакаллă.

сĕтĕр

(сэ̆дэ̆р, сӧ̆дӧ̆р), волочить, тащить. Ст. Чек. Урине аран сĕтĕрсе пырат. Янтик. Маткине çӳçĕнчен тытса, урлă-пирлĕ пĕтĕм пӳртре сĕтĕрсе çӳрет упăшки. ГТТ. Сӳçрен сĕтĕрсе çӳрет. Орау. Урине сĕтĕрсе утать. Ходит и шаршит ногами. Ib. Урине сĕтĕрсе çӳрет. Волочит ногу, когда ходит. Юрк. Сухи-пуçне аран-аран сĕтĕрнĕ, час-часах чарăннă... Ку лаши те ĕлĕкхи пекех начаррине курсан: эх! тет хăй хуйхăрса. К.-Кушки. Иван арăмĕ улăмне хăй йăтайми çыхнă та, çул тăрăх сĕтĕрсе килет (везет вязанку соломы волоком). Никит. Хĕрсем пĕрмаях мана çав ваккала (в прорубь) сĕтĕреççĕ, вакка тĕксе ярасшăн пек. N. Вĕреннĕ çĕр тăрăх мĕшĕн сĕтĕрсе пыран? N. † Астăвăр-ха хăлата, чăх-чĕппине сĕтĕрет. КС. Сĕтĕрекен лашан пуçĕ хытă. N. Хытă пуçлă, чариман лашасене сĕтĕрекен лаша теççĕ. Сĕтĕрекен лашапа çӳреме пĕлес полат, пустуй чох çапма йорамаçт. Т. II. Загадки. Вăкăр виттĕр сысна сӳс сĕтĕрет. (Атă çĕлени). N. Сире пуянсемех хĕсĕрлемеççĕ-и вара? Сута та сире çавсемех сĕтĕре-сĕтĕре каймаççĕ-и? Ск. и пред. чув. 103. Вара хайхи пурăнать, пурăнăç чулне сĕтĕрет. || Таскать, надевать. Сред. Юм. Ман кĕрĕке тек сĕтĕрсе çӳремелле мар ôна (не надевай мою шубу). Ст. Чек. Тухалатне (= туй халатне?) ялан сĕтĕрсе çӳрет ĕнтĕ (постоянно надевает поддевку). || Вытаскивать. В. Ив. Сӳре çиелтен хытнă çĕре çемçетет, муклашкасене ватать, курăксене тымарĕ-мĕнĕпе сĕтĕрсе тухать. N. Ак кăсен такисем лачакана пута-пута лараççĕ, тет. Кăсем наçил (насилу) сĕтĕре-сĕтĕре кăлараççĕ, тет. Альш. Каять вара шултăра шур-ути ӳссе: урана сĕтĕрсе кăлармалла мар (в болоте). || Поднимать (вверх). N. Хай старикки тытăннă карчăкне мачча çине çӳлелле вĕренпе сĕтĕрме. (Из сказки). || В перен. см. НИП. Халĕ питĕ сĕтĕрсе илеççĕ сăмахсене (пишут очень длинно). Çĕнтерче 15. Пуçларĕ ĕнтĕ кирлĕ маррине сĕтĕрме.

çав

вон тот, вон этот (означает предмет более отдаленный). Панклеи. Карчăкки: тор! тор! çав йытта çапса пăрах-ха, старик! тет. Регули 745. Çавна исе пар. Ib. 639. Çав сохалсăр старик (çав старик сохалсăр) салтакра çӳресе. || Этот, тот (упомянутый раньше). Чаду-к. Вăл каланă: пирĕн апи çук, çавна (её) шыраса çӳретĕп, тенĕ. Шурăм-п. Михаля: çавна кайса илес-ха, тесе, чупса кайрĕ те... Альш. † Ватта-вĕтте мĕн илем, çамрăксене çав илем. Ib. Елшелин те, таçтан килет шывланса хай Чăнлă юппи, çав тăрат шывланса. Вишн. 71. Çавсем (эти названные предметы) пурте çĕреççĕ те, шыва каяççĕ, шыв вара çавăнта шăршлă пулать. Ib. 61. Çав çинин мĕн кирлинчен ытлашши çăва каять те, ун йышши çын мăнтăрланса каять вара. Изамб. Т. Тепĕр кунне ирхине: çав Михалян (у этого Михайлы) виç сурăхне илсе кайнă, тенине илтрĕмĕр. СТИК. Çавăн (у этого человека) хĕрне калаçаççĕ (= çавăн хĕрне килĕшмешкĕн калаçаççĕ). Юрк. Çав вăхăтра (в это время), мĕскерлескер-тĕр (какая-то личность), пĕр çын, алăка уçса, еррипе кăна кĕрет те. Орау. Çав вăхăтра çынсам ун патне мĕн пулнине пĕлме пырсан, аçа çапса та вĕлерчĕ, тет. N. Эпĕ калах çав лашана пăхатăп. Я опять ухаживаю за тою (же) лощадью. Т. VIII. Çав каçхине, в тот вечер (в упомянутый вечер). Байгул. † Хура вăрман хĕрри хурлăханлă: хура чĕкеç лармас — çав хуйхă (вот в чем горе). || Такой (ставится вместо пропущенного собственного имени). Артюшк. Çав, çав çĕрте вăкăр пур. В таком-то месте есть бык. N. Çав тытнă. Такой-то покойник поразил болезнью. || Иногда подчеркивает подлежащее. Ст. Ганьк. † Таппăна (ловушку) ăçта хуратăн? — Юман тăрне хуратăп.— Юман тăрăнче мĕн лекет? — Сарă-кайăк, çав лекет. || Соединяется с наречием авă. Юрк. Пĕр тăван та пĕр пулмаст, теççĕ чăвашсем, авă çав сăмахсем пирĕн тĕп-тĕрĕс ĕнтĕ. Ib. Пирĕн йăха, пирĕн киле ырă кин килсе кĕменччĕ... — Авă çав тĕрĕс иккен, тет хунямăшĕ. || Заключает в себе ссылку на прежнее, указывая на факт, который вытекает или является последствием предыдущего или следствием других наличных обстоятельств. По-русски здесь могут стоять разные обороты. Сĕт-к. Кĕрконне, çав Ваçок кайсан, Ольон пит коллянатьчĕ. (Здесь „çав“ не указ. местоимение). ППТ. Çыннисем те тата, пурте, чăнахах, чир-чăр тесе пуль çав, ăçта тĕл пулнă, унта çаптараççĕ (позволяют бить себя прутьями, во время „сĕрен“). || Иногда употребляется для большей яркости и картинности изложения. БАБ. Старик кăна: мĕн чухлĕ пулĕ ĕнтĕ санăн вăю? терĕ, тет. Ку калат, тет: нумаях мар: çак çĕр варрине пĕр ылттăн юпа лартсан, çав юпаран тытса çĕре çавăрса ярăп çав, терĕ, тет. Шурăм-п. Шалти пӳлĕмри чӳречесем çинче сарă, хĕрлĕ, кăвак чечексем пур çав. N. Тăнă та çак çын (встал), вăл тăриччен пӳрт пулса ларнă (построилась) çав, пăхмали те çук (очень хорошая)! ППТ. Вăсем çапла, çăмартана, тепĕр иккĕ-виçĕ çăмарта çиесчĕ тесе, хăвăрт хыпса яраççĕ, анчах урăх лекмес çав вара. См. еще прим. в Оп. иссл. чув. синт. II, 232. || Иногда выражает согласие (соотв. русск.: да, конечно, разумеется). СТИК. Çапла, пурăнма питĕ хĕн çав пирĕн пек çынсене (çав придает выражению оттенок соглашения и грусти). Изамб. Т. Энтри ухмахланнă темест-и? — Çапла, тет, çав. Усен ăрăвĕ çав. || Употребляется для выражения подтверждения слов собеседника. Юрк. Апла ĕнтĕ, пулĕ çав (ну да), теççĕ итлесе ларакансем. Альш. Карчăк калат: кай çав (ну да, ступай), аранчĕ (немного) сана та парĕç, тет. Сред. Юм. Çырмара çан чôл шыв йохнă çĕрте те пĕрмай çав шывва кĕрсе çӳрет. Шывпа йохса кайтăр çав (в конце повышение голоса). || Хотя, правда. Т. VII. Амăшĕсем: хĕрĕм, пурăнма аван-и? тесе ыйтаççĕ, тет. Хĕрĕ: аван та çав, эпĕ тăнă çĕре ялан кĕтӳ хăвалаççĕ, тесе калать, тет. Изамб. Т. Тепле унпа ĕмĕре ирттермелле.— Ирттерĕн çав! Не знаю, как с нею прожить век! — Ничего не поделаешь, проживешь! (т. е. таково положение вещей). || Изамб. Т. Эсир миçен çав? А вас сколько человек? А велика ли ваша семья? (Так спрашивает человек, уже знакомый с семьей). || Ставится в безразличных и неопределенных ответах. Трхбл. Аван çывăртăн-и? — Çывăрнă çав ĕнтĕ. N. Мĕшĕн сахал ĕçлерĕн? тет.— Ĕçĕ сахал мар та, çурмалла ĕçĕн çав ĕнтĕ вăл (условия работы исполу известны): çурри ăна, тет. || Уж. КС. Апат телĕшĕнчен ашшĕ хĕрĕ çав (уж). || Соотв. русск. частице же (произносится с оттенком раздражения). Йӳç. такăнт. 7. Пĕçер ху тата, пĕлен пулсан! Пулать çав арçын (бывают же такие мужики)!. || С вопр. част. „и“ соотв. русскому что ли это. N. Сирĕн ялсем-и? — Çук, чураппансем-и çав, кушкăсем-и... (Они) из вашей деревни? — Нет, не то черепановские („черепановские что ли это“), не то кошкинские... Альш. Çапла пулчĕ çав пирĕн ĕç! Вот такие-то у нас были дела... (Заключает рассказчик повесть о том, что с ним случилось). || Дело в том, что... (заключает в себе возражение или противоречие с предыдущим). N. Эсĕ мĕшĕн ăна театăра ертсе каймарăн? — Унăн укçа çукчĕ çав. N. Эпĕ ăна хамах кӳлсе парăттăм та, манăн алă ыратат çав. Основу çавăн см. особо.

çап-йывăççи

молотило, молотильный цеп. Рак. Сенки малта, çап-йывăççи вăта çĕрĕнче, пăлтăрĕ хыçалта. (Ĕне). Т. II. Загадки. Кучĕ çăка, вăта çĕрри вăкăр, пуçĕ юман. (Çап-йăвăççи).

çу-шур

масло всякое и сало. КС. КАЯ. Тепĕр ăстарикĕ леш вăкăр илсе килнĕ çĕре кашни килтен кĕрпе-çăнăх, çу-шур, апат пĕçерме сăра хурансем пухса хатĕрлет.

çул

çол (с’ул, с’ол), год. Альш. Çакă улт-çичĕ çул хушшинче, за последние за эти 6—7 лет. Ст. Чек. Укçипе пĕр çул вăкăр, пĕр çул тына илеççĕ. N. Пин те пилĕкçĕр аллăмĕш çулсенче, приблизительно в 1550 году. Н. Карм. Ефим пичче вилни икĕ çул ытла ĕнтĕ (уже больше двух лет, как...). ТХКА 69. Выçлăх çулне, ытти ачасемпе пĕрле, ман шăллăма та Мускăва илсе кайнăччĕ. Чт. по пчел. № 17. Пĕр сакăр çул пулĕ, лет восемь тому назад. N. Çтена çине кашни çын ячĕпе (во имя), вун çул иртсен вилнĕ çынсен ячĕсемпе пĕрер çурта лартаççĕ. Чăв. й. пур. 5. Пĕр виçĕ çул хушшинче (приблизительно за три года) пирĕн ял пит улшăнчĕ, ĕнтĕ. Изамб. Т. Авланни тăватă çул иртсен, через 4 года после женитьбы. N. Вĕсем икĕшĕ çул сиктермесĕр çуралнă. Они погодки. Ала 25. Иван, эпĕ сана ырăлăх турăм, эсĕ те мана виçĕ çулсăр ан ман. Сред. Юм. Куккук алтнă чохне: эп вилесси миçе çол, çавăн чол алт, теççĕ. (Поверье). Кан. Хусанта, клиникре, 10—12 çулсем куçсăр пурнакансене те тӳрлетсе яраççĕ. Ib. Вăл амана (пчелиную матку) унтан илсе, ик çул çине кайнă ама (матку) ямалла. N. 1850-мĕш çулсем персе çитнĕ: тĕне кĕмен чăвашсем авалхи чăваш тĕнĕпех пурăннă, тĕне кĕнисем пĕтĕмпех тутар енелле сулăна пуçланă. Виçе пус. 6. Пĕр вырăна çул сиктермесĕр тырă хыççăн тырă акса тăрсан, çĕр тăнчах хăрса, начарланса юлать. N. Сыв пул, тăванăм, нумай çула! Шибач. Виç çола кĕрчĕ ĕнтĕ — кайман. Уже третий год, как не ездил. || О возрасте. Орау. Ик çул çурхи ача. Ребенок двух с половнной лет. Ib. Пилĕк çула çитесси тата ик уях-ха. Остается два месяца до пяти лет. Юрк. Çулă авланма çитнĕ. Ты уже жених (тебе пора жениться). N. Ман çак ача виç çолшĕнче (по третьему году) тин отма поçларĕ. N. Вăл çирĕм çул тултарнă. Ему уже двадцать лет. N. Вăл çирĕм çула çитнĕ. Ему двадцать лет. N. Санăн аслаçу сакăрвунă çултан та иртнĕ пулĕ (т. е. ему за восемьдесят). Баран. 158. Час-часах уяр çулсем те килкелеççĕ. N. Ытлашши кунлă (высокосный) çул (ытла кунлă çул). N. Çул — год (возраста), пропускается в выражаниях: çирĕме, çирĕм икке çитсен; эсĕ миçере? — Утмăла çитнĕ, утмăла пуснă (60-ый год , утмăлтан иртнĕ, утмăлсенче пур-тăр (60-ти лет, а м. б. и больше), утмăлсене çитнĕ (лет шестьдесят, но не больше?), утмăлсем патнелле çитсе пырать пуль ĕнтĕ. Янорс. Мана тăхăр çул çитсен, эпĕ вара вăтана пуçларăм. Ивановка. Эпир Хусан кĕпĕрнинчен куçни пĕр пилĕк-улт çул иртсессĕн, пирĕн яла шкул лартса пачĕç. Ib. Çула эпĕ Чĕмпĕре прошени ярса пăхрăм та, мана калла, çул иртнĕ (прошли годы, слишком стар), тесе, çырса ячĕç. Трень-к. Мана аттепе анне, эпĕ çичĕ çул тултарса саккăр çула кĕрсенех (как только мне пошел восьмой год), хут вĕренме пачĕç. Симб. Эпĕ хама хам астума улт-çич çултанпа тапратрăм. Я помню себя лет с шести-семи. Ib. Вĕсем вĕренсе тухсан, эпĕ те тăхăр çултанпа (с девяти лет) шкула çӳре пуçларăм. М. Карач. Эпĕ астăватăп хам пĕчик чухнехине пилĕк çултан. Я помню себя с пяти лет. Альш. Эсĕ ачăна илме тепĕр çулне кил, ун чухне лайăх вĕрентсе кăларăп, тесе, каласа ячĕ, тет. N. Шкулта первейхи çулне вăл шатрапа (чечепе) чирленĕ. ГТТ. Эпĕ астума тытăнатăп пилĕк çулта чухне. СТИК. Манпа пĕр çулта. Мы ровесники. Ib. Хăйпе пĕр çултараххипе, с человеком, который приблизительно того же возраста. Урмай. Вунă çулта чух, вунçич çулти ача пек (он был). Изамб. Т. Пирĕн ялта пĕр сакăрвун пилĕк çулти (лет восьмидесяти пяти) старик пур. Ib. Шăллăмсем: пĕри сакăр çулта, тепĕри пилĕк çулта. Одному из моих братьев (которые моложе меня) восемь, а другому пять лет. Шинар-п. Ун чухне эпĕ пĕр çичĕ çулта анчахчĕ. Тогда мне было лет семь, не больше. Иваново. Ку ачасем нумай çулта пулман: чĕлхесĕрри пулĕ пĕр ултă çулта (лет шести), тепĕри унтан кĕçĕнни (моложе его) пулнă. N. Эпĕ ун çулне çитес çук. N. Çулĕ çав пулчĕ. Нынче такой год. N. † Çарăмсанăн леш енче хĕвелтен те çутă чечек пур. Шанмасса çулĕ килĕнччĕ. Ах, тăванçăм, уйрăлмасса çулĕ килĕнччĕ! Б. Олг. Каран, пер порнсан-порнсан, салтака чĕнчĕç пичия пин те сакăрçĕр вонвиç çолта. ТХКА 71. Шалта Иванĕ, пирĕн Петтяпа пĕр çултаскер: эпĕр шурă пăтă çиетпĕр, тесе мухтанать, тет, вара... Орау. Кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, в текущем году. Ib. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре (раз в три года) вунвиçĕ уйăх пулать, тет. Регули 930. Ку çолта çаплах вăл чĕнсе. ТММ. Аллă çултан — паллă. Ялав. Пĕр çулне (как-то в один год) пирĕн атте саппашкă капанĕсене хураллама кĕрĕшнĕччĕ. БАБ. Миттюс, вăл пирĕн ялсем, старик: пĕр утмăл çула çитнĕ. N. Чарăнма йĕрки çук, тепĕр çулсăр чарăнмаç, теççĕ (война). N. Вăл ман çола çитсе вилчĕ. Он умер в моих летах. Ст. Чек. Çул урлă, через год (аlternis annis). || Возраст, достаточный возраст. МПП. † Савнă тусăм, хура куçăм, илеймерĕм çулăм иртиччен. СТИК. Ун çулне çитес çынсем-и вара эпĕр! Нам-ли уж дожить до его лет. Т. Григорьева. † Ĕнтĕ пĕвĕм те пур, çулăм çук. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. Подл.-Шигали. Çавă Шăхальсен, ай, хĕрсем, ларччăр халĕ çулăм, ай, киличчен (до моего совершеннолетия).

çуртри

назв. духа („домовой"). N. Мун чука (= мăн чӳке) ăна çуртри тесе чӳклеççĕ, вăкăр пуснă чухне пăтă та пĕçереççĕ, ун чухне пур ваттисем те шурă кĕпепе-йĕмпе тăраççĕ.

çӳл

прием? См. пĕр çӳл. N. Ӳркӳç вăкăр пĕр çӳл чĕкĕрнĕ.

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), земля. Юрк. Тетене салтака хырсассăн (когда забрили в солдаты), эпĕ çĕрпе таппа-тан юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Актай. Каçар пĕвĕм, чĕрĕ çĕр аннем (мать земли), пирĕн чуна кайма инçе, çĕклеме йывăр. Юрк. Çĕр витĕр тухнă этемсем, выльăх(сем?). Сред. Юм. Пĕрмай çăмăр çăвах тăрсан, çĕр хăпарать (почва разрыхляется), теççĕ. N. Çĕр сăхать. N. Çак çĕр çинче хам ятлă ята ямастăп (не дам себя в обиду. Шишкин. † Орай шăлма тăнă та, çĕртен сӳле(л)ле ӳкрĕ те вилчĕ (жена моя. Шутка). Ала 14. Унăн тураттисем çĕртенех (до земли) пулнă тет. Ib. 62. † Пирĕн тăванăн çурт хулăм, çĕрне тая лара-çке. (Свад. п.). N. Çĕр айĕнчен тухакан вырăнта (хуралра) тăратпăр (в туннеле). N. Унта каяччен, çĕр айне кайсан луччĕ пулĕччĕ ман шукăшпа. Орау. Çавăншăн халăх ылханса: Макар ывăлĕсем çĕрех пулччăр! тесе, ылханнă, тет. Сунт. Пăрахсах кайрăм-ши сана, мĕн пĕчĕкрен сан çинче суха-пуçпе чакаланса ӳснĕ хура çĕрĕм? Орау. Çынни сăмахĕпе çĕр айнех антарса ярать (т. е. от его слов готов провалиться сквозь землю). ЧП. Çĕрĕсем çурăлчĕç, йăп тухрĕ. Истор. Вилнĕ çынсене пуçтарса, кĕл-туса çĕре чикнĕ. О сохр. здор. Çĕре чавса тунă пӳрт (землянка; далее о том же: „çĕре авăтса тунă пӳрт“). N. Ун (урхамахăн) пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест. К.-Кушки. Йывăç мĕлки çĕр çине (на землю) ӳкнĕ. Ib. Сысна çĕр çинче выртат. Ib. Çĕр çине лар (на землю). Ib. Çĕре лар (на пол). Расск. 1З. Хуйхăра-хуйхăрах ачам патне çĕр айне кĕрсе выртăп ĕнтĕ! тесе, пĕрмай йĕнĕ вăл. Янтик. Çынна ылханнă чухне çапла калаççĕ: ешлĕ çĕре хураттăр, тикĕс çĕре тĕметтĕр (пусть образует холмик; пожелание смерти). КС. Амаль пулсан (если бы была возможность), çантах çĕре анса кайăттăм (провалился бы сквозь землю. Гов. сильно застыдившийся или опозоренный) Собр. Чи малтан, юр кайса пĕтсессĕн, çĕре е алăпа, е патакпа çапсан, турă çиленет, теççĕ. (Поверье). АПП. † Эпĕр макратпăр, кӳл тăватпăр, тăшманĕсем кĕпе çăваççĕ; кĕписем шурă кĕпе мĕн, çав кĕпепе çĕре кĕтĕр-и? Чăв. й. пур. 2З°. Çынна кӳрентерни çĕре ӳкмест. (Изречение). N. Ашшĕ-амăшне, ырă тăванĕсене хисеплеменшĕн çĕр çăттăр! (Гов. мать о дурном сыне и его жене). Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çивиттине симĕс-кăвак-палан виттертĕм. Ib. Çĕр çôмĕнчен шуса çӳрет. (Пĕчик лôтра çынна калаççĕ). Тогач. Карчăка çавăнтах çĕр çăтса антарса ячĕ (проглотила земля), тит. Йӳç. такăнт. 40. Ах, турă, Кĕркури, çĕр çăттăрах çана! Орау. Çĕр çăтнă, турран кĕлешшĕ (брань). N. И, çĕр çăтасскер! Магн. М. 190. Çичĕ çĕр ними. Ib. Çĕр çăтни. Хурамал. Çĕр çăтманă пуçна! (Брань; заметьте конечное „ă“). Изамб. Т. Çĕр çăтманă (брань). N. Приккашчĕкĕ мишер, питĕ йĕрĕскер хăй, çынсем сисеймен вăхăтсенче, сехетĕн стрелкине кăшт анчах тĕртет, çур сехет сут тăвассине „çĕр çăтат“ те.. Н. Карм. Çĕр кулли пулман, или: çĕр кулли пултăр! (Ругань). Ib. Çĕр çăттăр! || Земля как вещество, почва. N. Çĕр каллех типсе карĕ. N. Çĕре каллех типĕтсе ячĕ (стало совсем сухо). N. Çĕр айне пусар? Ачач 8З. Пуçĕпе шăмарса анчах тăрать ав, урипе çĕр чавса сирпĕтет. Ib. Тôрра асăнса çĕр çыртре (божился). N. Ĕненместĕп, çĕр çыртам! (Также: чирĕк хĕресне пăхап!). СТИК. Çапăп та, çĕр çырттарăп! (Говорит, угрожая сильным ударом). Çапăп та, çĕр çыртăн! (То же самое). Календ. 1906. Тинĕс шывĕ пĕрмай çĕре çиет (размывает). N. Ман ура айĕнчи çĕр кăтăлса кайрĕ те (обрушилась), эпĕ шыва кая патăм (упал). || Земля как планета, tellus. СТИК. Çĕр тăватă кĕтеслĕ, таçта инçе кайсан, вăл çыран пек анса каят, тет. Çĕрĕн хĕррине халиччен никам та çитсе курман, тет; унта сĕм-тĕттĕм, хăрушă çыран таçта çити çĕрĕн тĕпне анса каят, тет. Çĕре темиçе пуçлă çĕлен тĕревлесе тытса тăрат, тет. Сред. Юм. Çĕр вăкăр çинче тăрат (теççĕ. Поверье). Т. VI, З. Çĕре ӳксе пăсăлнă йĕркене кĕл-тулалли. Н. Изамб. † Ĕнтĕ çĕр çаврăнат, çĕр çаврăнать, ман пуçăмри çаврака çĕлĕк пек. (Песня нов. происх.?). Сред. Юм. Ах тôр, ôн чĕлхине тӳсесси! Пĕр вăрçма пуçласан, çĕр çинче каламанни хăвармас пôль. N. Çĕр çинче каламан юмах хăвармарĕ (всячески изругала). || Суша. N. Валала çĕр çинелле утнă (пошла на берег, на сушу, будучи изрыгнута рыбою). Б. Яныши. Вăл (лисица) çинче шăтак тупрĕ, тет те, пулăсене пĕрерĕн-пĕрерĕн çĕрелле пăрахма тапратрĕ, тет. || Участок земли, владение. Т. VI. Ют çĕртен çĕр илсен, телей каять те, тырă пулмас, теççĕ. Бгтр. Пĕр татăк çĕр. N. Орина çĕр валеççĕр. Ытла усал çĕрех кĕмен. N. Саншĕн çĕр панче хам исе çӳрерĕм (при дележе?). Истор. Вăл та, ашшĕ пекех, хăй çĕрне ӳстересшĕн тăрăшнă. Ск. и пред. чув. 50. Кам вăрман çĕрне парать таптама ахалех сире, çĕрĕк çăпата? N. Аçу пурана çĕр валеçмесăр сутасшăн мар: çĕр ахалех каят, тет. Изамб. Т. Анчах усен вырăнне тутарсем çĕрне анчах хăварнă (нимĕн те хăварман). Кан. Хресченсен çĕр те питĕ сахал пулнă, çавăнпа начар пурăнăçпа пурăннă. ТХКА 67. Пилĕк ялăн çĕр пĕрле пулнă пирĕн ĕлĕк. Альш. Çĕлен Ивана калат: çап мана малтан, тет. Иван калат: ху çĕрĕнте малтан ху çап, тет. || Местность. Бгтр. † Шупашкар çĕрне каяс тесе, крымски çĕлĕк илсе тăхăнтăм. Çĕрпӳ çĕрне каяс тесе, сарă кĕрĕк çĕлетсе тăхăнтăм. Юрк. † Патшанăн аслă кӳлĕ (озеро) тăвăр пулĕ, пире çырнă çĕрсем тăвăр пулмĕ. || Место. Пухтел. Кунта ĕнтĕ савăт-сапа çума та, шывсем тыткалама та çĕр çук. Чаду-к. Кусем: майри пĕр çĕреле, кайрĕ, тет, а ывăлĕсем тепĕр çĕреле саланса пĕтрĕç, тет. N. Унта сана ик çĕрелле ĕçлеме май пулать-и, çук-и? N. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, пĕр çĕре пуласси инçе мар. Яргуньк. Икĕш (оба) ик çĕрелле вăрман çĕмĕрсе анчах тарчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 2З. Анчах халĕ, улахсене пит нумай çĕрте çĕтсе, анасем тунă. N. Эпĕр (я с ним) пĕр çĕртерехрех (почти в одном месте) пурăнатпăр, хошши 25 чалăш анчах. N. Пирĕн ĕнтĕ çитмен çĕрĕмĕр юлмарĕ (мы везде побывали). Çутт. 153. Тикĕчĕ, хăвах пĕлен, урапа сĕрнĕ çĕре каять (уходит на подмазывание телеги). Никит. † Сырăнас çĕре сырăнимарăм (не пришлось повязать сорбан), кайнă çĕре кайимарăм. Сунар. Вăл хăйĕн вутти патне (к дровам) çитнĕ çĕре сĕм-тĕттĕм пулнă. Когда он подьехал к своим дровам, то уже было совсем темно. Кан. Виçĕ ялăн повесткисене пĕр çĕре манса хăварнă. N. Эпир килекен çĕрте. N. Пурин валли те яшка пĕр çĕре пĕçереççĕ. N. Вăл вĕсене нумайччен вăрман тăрăх çавăрса çӳренĕ, вара кайран ĕмĕрне çын пырса кĕмен çĕре илсе пынă. Орау. Кĕпе чӳхеме кайнă çĕртен таçта çухалнă, тет. Пошла полоскать белье и куда-то пропала. N. Киле тавăрăннă чухне вĕсем хирпе тӳрем çĕртен (по ровному месту) иртсе пынă. Альш. † Тапнă çĕртен (где топнете) тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтăр. (Хĕр йĕрри). Ib. Сурăх шăммисене епле те пулсан çын пыман çĕререх (где реже ходит народ) кайса тăкма тăрăш. (Ача ячĕ хуни). БАБ. Хай кунăн çак тукатмăша пытарнă çĕререхрен (близко к могиле) иртсе каймала, тет. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Почти везде стоит вода. Урож. год. Нумай çĕре çитиччен, кунта лашине кӳртсе (= кӳртрĕмĕр); лаши кунĕ, хăй çӳрен. БАБ. Ку, тесе калат, тет, хăй: çиллентернĕ çĕр пурччĕ, эпĕ ăна хам вилмен пулсан та, туш (тоже) пĕтернĕ пулăттăм. Альш. † Уйрăм-уйрăм çуралса, пĕрле ӳссе, уйăрлмăттăм тенĕ çĕрсем пур. Кĕвĕсем. Хурăн-варта хура та чĕкеçсем пур. Ĕнтĕ çак тăвансемех, ай, килсессĕн, ĕмĕр манмăп тенĕ те çĕрсем пур. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем пур (боюсь как-бы не обидеть?). Регули 186. Выртнă çĕрте волатăп. Ib. 188. Эп чĕннĕ çĕре килчĕ. Ib. 190. Вăл ĕçленĕ çĕртен килчĕ. Ib. 191. Соха тунă çĕртен (соха туса) килтĕм. Ib. 192. Кăнчала арланă çĕрле выртат. Ib. 195. Вăл пол тытнă çĕртен килчĕ. Ib. 252. Эп эс пĕлмен çĕре кайрăм. Я пошел в незнакомое для тебя место. Ib. 253. Пĕлмен çĕрте илтĕм. Я купил в неизвестном для меня месте. Ib. 294. Вăл пире пол çок çĕре (вырăна) исе кайрĕ. Ib. Ку томтир ĕçленĕ çĕрте лайăх. Ib. 57. Пол тытмалли çĕрте (там, где ловят рыбу) кимĕ тăрать. Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути йăлтăртатнине курах каять. Ib. Пĕр çулхине чут-чут сысна вилсе каяс çĕртен çĕпре шыв ĕçтертĕмĕр те, чĕрĕлнĕччĕ. ЧС. Анне те хуйхăрнă çĕртен кулса ячĕ. И мама, хотя и была печальна, улыбнулась. N. Кам хăйне, хăй нимĕн те мар çĕртенех (не имея никакого основания), такам вырăнне хурать, вăл хăйне хăй улталать. ЧП. Пĕр юрламан çĕртен юрлатăп-çке. Я не пела, а теперь пою. Регули 274. Парас мар çĕртен патăм. Я не хотел давать, но дал. ЧС. Çав лашана эпĕ пит юрататтăм, мĕшĕн тесен вăл мана пур çĕртен те (во всех отношениях) аванччĕ. Чăв. й. пур. Вăсем çиленнĕ çынна та, хăй умĕнче пит аван, унпала йăпăлтатса калаçаççĕ. Нимĕнпе те çитес çук вăсен кăмăлне, хăй çук çĕрте вара (в его отсутствии) çавăн пек çынна çултен илсе çĕре чикеççĕ (всячески поносят) çĕре. N. Çитнĕ çĕрте пĕр, везде, куда нипопадешь. || В качестве послелогов. Регули 189. Вăл киле килнĕ çĕре апат пĕçерес. К его приходу (домой) надо сварить обед (пищу). Ib. 185. Çăвăрнă çĕрте поплет. Говорит во сне. Ib. 168. Вăл сăмах попленĕ çĕре вăл килчĕ. Ib. 668. Вăл хĕвĕл аннă çĕрелле кайрĕ. Он пошёл по направлению к западу Кан. Вĕсем сăмах панă çĕрте эпĕ те пултăм. Кан. Пилĕк тенки тумланнă çĕре каять (идет на одежду). Тăхăр тенки тăраннă çĕре каять (идет на питание). Якейк. Çăрккаç Мишка эпĕр апат çинă çĕре (когда мы обедали) пыч те, атисам куçĕнчех эп ĕнер олахра ачасампа вылляни (баловала, шалила) çинчен каласа пачĕ. Çантах çĕре анса кайăтăмч, анмала полсан. Юрк. Пĕре çапла, ку чей ĕçме ларсан, кăшт хай хуçи ун патне, чей ĕçме ларнă çĕре, пырса кĕрет. N. Каç пулса килнĕ çĕререх (к вечеру) пăртак чартăмăр (кровь). N. Килне таврăнсан, татах хываççĕ, унтан ĕçсе çиеççĕ. Вĕсем киле таврăннă çĕре (ко времени их возвращения) каç пулат. Вара çавăлтенех тепĕр çĕр пуçланса каят. N. Сӳресе пĕтернĕ çĕре каç пула пуçларĕ. К концу бороньбы стало вечереть. || Употребл. в чувашизмах. О сохр. здор. Вĕсем (пчела) мĕнле ĕçленине курсан, юратас мар çĕртен юратмалла вăсене (невольно полюбишь). Ачач 11. Икĕ çулхи хĕр ачине ыталаса, çывăрас килмен çĕртенех çывăрнă пек выртать. Бур. Пĕр юрламас çĕртен юрларăм çак тăвансем кăмăлĕшĕн. N. Урмак-маки ӳкем тенĕ çĕртен тепĕр йывăçран ярса тытрĕ, теть (чуть не упал, но..). Сунт. Ĕç çук çĕртенех ĕç туса çӳреççĕ. ГТТ. Лешĕ вилес çĕртен вырăс çемйине кĕнĕ. Изамб. Т. Ывăлĕ пилĕк-ултă çавăрăннă çĕре старик акса пĕтерчĕ. Б. Яныши. Унта çитсе, вурăн хатĕрлесе, апат çинĕ çĕре тĕттĕм пулчĕ. N. Çак уйăх пĕтнĕ çĕре (к концу этого месяца), вăл тавăрнмĕ-ши? N. Кĕлĕрен тухнă çĕре (к концу службы) аран-аран пырса çитрĕмĕр. Регули 122. Вăл килес çĕре еп килте полăп. К его приходу я буду дома. Бес. чув. 6. Киле таварăннă çĕре (к его возвращению) унăн ашшĕ вилсе кайнă. || Тема, theme. ГТТ. Çырмаллисем пайтах çĕрсем пур та. || Результат, конец. N. Тата эпир хамăр ĕçе çĕрне çитерейместĕпĕр. Четыре пути. Пуринчен ытла ĕçре вăя шеллес пулмасть, пурне те çĕрне çитерес пулать.

çĕрле

встреч. в след. обороте. Орау. Паян вăкăр пĕр çĕрле чĕкĕрет (гов. о том, кто хочет сразу все сделать, зараз, сразу).

така

(тага), баран. СТИК. Така, така так, ик мăйраки шак; ачасене аш, хама тир! (Говорят детям). Ib. Така пек лашăна (заметьте афф. 2-го лица, хотя говорящий имеет в виду свою личность) мĕн илсе тухам пасара! (Така пек лаша тесе пĕчĕкçĕ лашана калаççĕ). Орау. Пирĕн пĕр така пек лаша пурччĕ. Хурамал. Сурăх таки, баран. Вомбу-к. Така çăмартисем (из них — вкусное блюдо). Орау. Така (или: вăкăр) çăмарти пекскер виттĕр пăхать. Смотрить в бинокль. (Ирония). N. † Таçти хĕрсем така пек, пирĕн ял хĕрсем янтал пек (как стёклышко). Пшкрт: таҕа тирри, баранья шкурка (у др. така тирĕ). Сред. Юм. Хăна пырсан, така пусса, така пуç çитерсен, питĕ (хисеплени) пăхни полать (первое угощение). || Ягненок мужск. пола. N. Ку така-и, путек-и? Это баран или ярка? N. Паян качака пранларĕ, икĕ така туса пачĕ. || Баранина. N. Така пиçес вăхăт лар. Изамб. Т. Сыв пулăр, Питрава така çиме пырăр.

тирпейле

(-л’э), приводить в порядок. N. Эсĕ пире çаксене тирпейлеме пулăш. Урмай. Çав карчăк кĕнĕ пӳртре темĕн чухлĕ сĕтсем куршаксемпе, чĕрессемпе лараççĕ, тет, анчах тирпейлемелле (прибрать?), тет, çак сĕтсене. Менча Ч. Пĕр-пĕр ĕçсĕр пушă кун ирхине ирех тăраççĕ те, кил-йышсем пӳрт ăшчиккине тирпейле пуçлаççĕ. N. Шăматкун ирех вара юпана тирпейлеме тытăнаççĕ. || Обряжать, хоронить? ЧС. Пирĕн енче çын вилсен, вырăсла тирпейлеççĕ. N. Унтан, ăна тирпейлесе пĕтерсен, лашасене кӳлеççĕ те, пит хытă кустарса тавăрăнаççĕ. || Состряпать. || Свежевать. Шихаз. Унтан вара пăрăва тирпейлесе, пăрăва пĕçере пуçларĕç. N. Çапла пилĕкмĕш выльăхне те пусса тирпейлесе пĕтереççĕ. Ставр. Ĕнине (упомянутую корову) пусса тирпейлесен, яшкасем, пăтăсем пĕçере пуçлаççĕ. N. Унтан вара вăкăр ашне тирпейлесе антараççĕ те, пĕтĕм чашкă çине (на все чашки) пĕтĕмпех пĕр пек ашĕсене валеçеççĕ. || Прибрать, сплавить (куда). Кан. Чиперех (или: аранах) тирпейлерĕ. Ib. Шкул пурлăхне тирпейлерĕç. || Убить, зарезать. КС. Кĕçĕр пĕр сурăха кашкăр тирпейлесе хунă (прибрал, т. е. зарезал). Якейк. Кĕçĕр ăна тирпейлесе хорĕç. Нынче вечером его убьют.

туп

сл. неопр. знач. Ст. Чек. Туп тука тимĕр, ăна кура нуша тимĕр, чĕп-чĕпехĕн нуша тимĕр. (Чиркӳ). Т. II. Загадки. Туп, туп тимĕр, туп тимĕр, тупаймасан ăшна тимĕр. Собр. Туп тупансăр, тупансăр, тулти вăкăр каçансăр. (Килĕ). Ст. Айб. Туп тупилче, тупилче, туртса карăм та, туртса килтĕм. (Кĕпе килли). N. Туп, туп, тупа тимĕр, ăна тума нуша тимĕр, шур чĕмекĕн тăрри тимĕр. (Чиркӳ тăрри).

тăр

(ты̆р, тŏр), вставать; стоять. N. Икĕ ура çине тăрса ӳкерттер. Çутт. 70. Икĕ ура тăрне тăрса йĕри-тавра пăхкалать. N. Хăвăр аппусампа портăпа тăрса вăрçнă. N. Чĕнмесĕр тăрать-тăрать те, мĕн те пулсан каласа хурать (вдруг скажет о том, что уже было). Могонин. Çавăн пек йĕрĕх те çынна тытать; йĕрĕх тĕлне тăрсан, е таптасан, е сурсан, вăл вара çав çынна кĕсен-çăпан чирĕпе асаплантарать. Чуратч. Ц. Вăл хапха патне тăчĕ те, каçчен те ниçта та каймарĕ, çантах тăчĕ. Якейк. Ĕçлен, мана кориччен, чăмăртанса выртнăччĕ; мана корсан, тăрса шăтăкне тарса кĕч. || Вставать с постели. N. Пуринчен иртерех тăратăп. Мы встаем с постели раньше всех. N. Вăл халь те çывăрса тăман. Орау. Эсир тăнă-и? Эсир тăтăр-и? Вы встали? Ib. Эсĕ тăнă иккен. Ты, оказывается, встал. Ib. Эс тăним? Разве ты встал уже? Оринино. Çывăрса тăрчĕ, кайса тăрчĕ. Орау. Хăна тăн(ă)-и? Встал ли гость? Регули З57. Эп килнĕ чох вăлсам порте тăнăччĕ. || Стоять (напр., о войске). N. Кайра тăратпăр. Мы стоим в тылу. || Задерживаться; воздерживаться. Шибач. † Лайăх арăм илес терĕм, хак хаклă. Хак хаклăшăн тăрмастăм(ччĕ), яшкĕрĕмрен хăрарăм. Б. Олг. Виç тенкĕшĕн ан тăр. Не спорь из-за трех рублей, не стой, не задерживай. Кореньков. Трапхим пуçĕ ĕçленĕ саплăкшăнах пит тăман (произн. тăмон), толькă онăн сăкмонĕ пиншак майлă чут полман. Яргейк. † Чемей çулĕ лакăмлă, çул усалтан тăрмастпăр, хĕр лайăхшăн тăрмастпăр; Чемей хĕрĕ пур çинче эпир арăмсăр пурăнас çук. N. Килте хĕрсем: питĕ мар-и(?) мĕн çамрăк, тесе, тармасчĕ полмала. || Стоять за кого (за что), заступаться, защищать. КС. Сутра маншăн пит хытă тăчĕ (заступался, защищал). || Происходить. N. Халĕ конта вăрçă выйлах тăрмаç. N. Вăрçă халĕ вуйлах тăрмаст. || Находиться где-либо; находиться в известном состоянии. N. Пĕр эрнерен ачанăн акăшĕ хăмăшлăха кайса пăхат та, шăмăсем çапла тăнинех курат. N. Унта кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларнă (или: тăнă). N. Эпĕр вăрçăра ик уйăх тăтăмăр. Альш. Çуркунне шыв тăрат, çула та типмес (в болоте). Бес. чув. 14. Халĕ вăл вырăнта пĕр лачака анчах тăрать. N. Вăрçи-вăрçми тăратпăр. N. Вăл унта яланах пĕр пек, пĕр чарăнмасăр тăрать (холера). Календ. 1906. Унта ир пулнă чухне пирĕн çĕрле тăрать. О сохр. здор. Вара шыв тăми пулса курăксем çĕрмен те, тин сивĕ чир пĕтнĕ. Бугульм. † Хранцусски тутăр виç панулми, эрне тăчĕ арчара. Н. Карм. † Сĕтел çинче тăракан, ай, хăпарту, пăрирен мар-ĕçке, тулăран. Регули 20. Ĕçлемесĕр виç кон тăрать çак кĕпе. || Висеть (о кнуте). || Храниться. N. Клетре тырсем мĕле тăраççĕ? О сохр. здор. Кĕççе (войлок) таса тăтăр тесе, ăна пиртен çĕленĕ пит тăхăнтарас пулать. || Сидеть (об одежде, белье). Якейк. Ман кĕпе лайăх тăрать-и, пăх-ха. || Служить, находиться, состоять в должности. Альш. Вĕсем пĕр çул кăна тăнă. Бес. чув. 4. Малтан вăрман улпучĕ патĕнче виçĕ çул тăрса ирттернĕ. N. Хăшĕ халĕ вĕрентекен пулса тăраççĕ, хăшĕ тата урăх ĕçре тăраççĕ. N. Чиркӳ старастинче тăрасси темĕнех мар. || Быть в ожидании чего-либо. Тюрл. Пирĕн атте аппăшин хĕрне çураçнăччĕ те, туй тăвасшăн тăратьчĕç. || Держаться (в памяти). N. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, нуммай чĕркĕр çинче вылятрăр, халь те тăрат чĕре варринче. || Находиться в чем. ЧП. Мĕн пур кил ун пуçĕнче тăрат. N. Çав кӳкĕрт шăршипе пӳрт ăш-чиккинчи пĕрене çурăксенче тăракан чирсем пĕтеççĕ. || Стоить. N. Унта кайма тенкĕ тăрать. N. Вĕсен пĕр тумтирĕ те хăшшĕн пирĕн çурт хакне тăракан пур. N. Сирĕнпе пĕр сехет курса калаçни пĕр ĕмĕре тăратьчĕ. N. Эсĕ çăкăрăн пĕр пĕрчине тăмастăн, вĕт, теççĕ. N. Укçа пĕр тенки пĕр пуса тăман вăхăт килĕ. N. Пĕр-икĕ сăмах çырсан та, çĕр сăмаха тăрать. N. Ку япала нимĕне те тăмас (ничего не стоит). N. Мĕн чухлĕ тăрат? Перев. Мансăр пуçне эсир ниме те тăмастăр. Регули 104. Çав кĕпе ĕçлесси те пĕр сом тăрать. Ib. 133. Çав кĕпе ĕçлеме пĕр сом тăрать. Хурамал. Кунта этем ячĕ мĕн пурĕ иккĕ, а эсир виççĕн, виçĕ этем те манăн пĕр чурама тăмаç, тет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 11. Анчах шыраса вăхăт ирттерме тăрать-и? — Тăмасть. N. Эсир пурсăр та нимĕне тăмастăр. Чинер. Манăн 25 тенкĕ укçа 25 пуса та тамарĕ пулас (не оценили посылки). N. Мана кĕнеке вуласси те мĕн тăрать (= паха). Юрк. Старасти те ăна хирĕç, аллипе умĕнчи çуртисем çине тăсса кăтартса: кăсем акă икшер пус тăраççĕ, кăсем виçшер пус, кăсем пилĕкшер пус, аккусем тата, шултăрараххисем, вуншар пус тăраççĕ, тесе каласа парат. N. Хамăр ăслă, ыттисенчен кая пулмасан, çын мăшкăланни мĕне тăрать вăл? N. Нумаях та пулмаст, вăл 50 миллион кивсен илчĕ. Анчах вăл укçа нимĕн те тăмаст: 2З кĕпĕрне çыннине выçă вилесрен хăтарас тесен, темиçе миллион тенкĕ кирлĕ. ТХКА 48. Пирĕн лаши виççĕ, хăлхи улттă, хӳри виççĕ, виç лаша чунĕ пулин те, пĕр лайăх лашана тăмаççĕ вĕсем, тесе пуплетчĕ пирĕн атте. || Стоять в цене. Кан. Тыр-пул, апат-çимĕç хаксем çапла тăчĕç. || Стоять твердо, настаивать. N. Вăл туртма пăрахас тесен те, час пăрахаймасть. Хăй сăмахĕ çине тăракан çын анчах пăрахма пултарать. N. Эппин сăмахăр çине тăма тăрăшăр (держите слово). || Стоять (о погоде. Здесь „тăр“ иногда не переводится). N. Кун сивĕ тăрат. День холодный. N. Кунсем пĕр май сивĕ тăраççĕ. N. Çанталăк мĕнле тăрат? Какова погода? Якейк. Ай, халь авăн илме çанталăк уяр тăрать (ясная погода). Букв. 1908. Çанталăк ăшă тăнă. Толст. Çĕр çинче çанталăк пур тĕлте те пĕр пек тăмасть (не везде одинаковая погода). || Продолжаться. Панклеи. Тĕтре тăрчĕ (продолжался) тăватă кун. Кан. Çĕр чĕтрени 30 çекунлă тăнине пĕлетпĕр. Ib. Выставккă сентябĕрĕн 29-мĕшĕнче уçăлса октябĕрĕн 1-мĕшĕччен тăрать. Толст. Вăл вырăнта çу виçĕ уйăх анчах пулать, ытти вăхăтра пĕр маях хĕл тăрать. || Держаться на чем. Орау. Пӳрт çийĕ юпасам çинче тăрать те, пит начар, кĕç-вĕç ӳкес пек туйăнать. Крыша держится на столбах плохо. || Удержаться. Бгтр. Пылчăкĕ тăмарĕ, тет те, шыв киле çитиччен пĕтĕмпех юхса тухрĕ, тет. Грязь не удержалась (в решете), и вся вода вытекла. ЙФН. † Ырă çурт çинче юр выртмасть, пирĕн пуç çинче çӳç тăмасть. (Салтак юрри). N. Хăвăнта тăман сăмах çынта тăмасть. (Послов.). Якейк. Эпĕр туйя кайнă чох хĕр аллинче çĕрĕ тăмаçть (т. е. на время отдают парням ехать на свадьбу). || Приниматься, начинать. Скотолеч. 17. Анчах пĕрре сĕрме тăрсанах, пĕтĕм лашана сĕрме юрамасть (нельзя в один прием, сразу протирать всю лошадь). N. Килте хут пĕлекен те çук; писме çыртарма тăрсан та, виçĕ-тăватă киле çитес пулать. N. Письмо çырма тăрсан та, темиçе начальник чĕнеççĕ (зовут, т. е. не дают покоя): Гурянăв та Гурянăв, тесе. N. Çам пек çырма лараччин, çырмали питĕ нăмай пекчĕ, çырма тăрсан.. пурне те манса пĕтрăм. Ачач 25. Кунĕ уяр, ăшă. Хĕвел пăхать Тумла юхма тăрасшăн. Ib. 53. Алăкран кĕнĕ чух такăнма тăчĕ. N. Çисен, пуçах пуçтарма тăнă вăл. || Собираться. Толст. Çуртана сӳнтерес тесе тăраттăм ĕнтĕ, сасартăках темĕскер çыртнине сисех кайрăм. Б. Олг. Эп онтан кайма тăртăм, вăл каларĕ: çарăн-çарăн, паратăп, паратăп, ик кĕренке вонçиччех, тет. Турх. Вĕлерме тăнă вăхăтра... Чăв. й. пур. 9. Хăй çынна япала парса пулăшса тăрсан та, çапах çынсене нимĕнпе те кӳрентермен. || Пытаться (сделать что-либо), намереваться.N. Пурăнма йывăр пирки çак хĕрача темиçе хутчен те çакăнма, çăла сиксе вилме тăнă. Пир. Ял. Çакăнса вилме тăнă. Ст. Шаймурз. Катма тăтăм, шăл витмерĕ (орехи). В. Олг. Салтакне касса пăрахма тăрчĕç: чăсатăн, тесе. Кан. Хăйĕн малтанхи арăмĕ патне револьвĕрпе пырса кĕрсе, арăмĕнчен япаласем илсе тухма тăнă. || Задерживаться. N. Анчах нуммаях ан тăр, часрах тупса кил вăлсене! — Юрĕ, нуммай тăратмăп, тупса килĕп эпĕ. ЧП. Нуммай тăмăпăр, час кайăпăр. Юрк. Нуммай та тăмаст, калле çаврăнса тухат та: кĕтсе тăрăр, час тухĕ, тет. N. Нумай тăмастăп калах яратăп (письмо). О земл. Сӳрене пăртак тăрарах тепĕр хут тусан, эпир усă куратпăр. || Ждать, подождать, потерпеть. N. Тархасшăн пăртак тăр, чăт. N. Вăл ĕлĕкхи пекех, нимĕн те тăваймĕ тесе, тăрса пулмаст. ЧП. Çичĕ кун та ан тăр, килсе тăр. Альш. † Эрнен хушши ултă кун. Эрне ан тăр, тăванăм, пырах тăр. || Относиться к кому. N. Бюрократия тесе чиновниксене пурне те, вĕсем халăха мĕнле тăнине калаççĕ. || Считаться за кем. Капк. Хут çинче унăн хваттерĕ Сĕнтĕр-вăрринче учитĕлницăра пурнакан акăшĕ çийĕнче тăрать. || Иметь желание. О сохр. здор. Унăн ĕçлесси килмест, яланах выртасшăнах тăрать (при лихорадке). N. Нихăçан та ӳпкелешмеççĕ, çынна хирĕç усал сăмах калаçмаççĕ, никама та усал тăвасшăн тăмаççĕ. || Быть готовым. N. Парас пек тăр. Н. Седяк. Тилĕ çăхана тытрĕ, тет те, çиме тăрат, тет. || Побывать. ЧС. Эпĕ пиччесем патĕнче пăртак тăтăм-тăтăм та, ăйхă киле пуçларĕ. || Бывать, находиться. N. Çавăнпа ăсен укçисем темĕн чухлĕ çĕлесен те, алра тăмас, тет. О сохр. здор. Çĕр нӳрлĕ тăмасть (не бывает сырою, на горе). Ст. Ганьк. Çĕлен сăхсан, выльăх та, этем те шыçăнса каят, ун шыççи хытă тăрат. Ходар. Хурал пӳртĕнче хай кăнтăрла çын питех тăмаçть. || Оставаться целым, находиться в целости и сохранности. Пухтел. Çăнăх та тăмас. ЧС. Лаша умĕнчи çиме çаплах тăрат: пĕртте иксĕлмен. N. Хăйсем сывă-и, çӳреççĕ-и, выльăх-чĕрлĕхсем тĕрĕс-тĕкĕл тăраççĕ-и? || Принадлежать. Кан. Эсеккасси ялăн çĕрĕ çинче тăватă ял çинче тăракан халăх вăрманĕ пур. || Взлетать. || Следовать. N. Манăн сăмах çине тăр. || Восстать. N. Хирĕç тăр. || Жить, обитать, здравствовать. N. Вăл ман патра тăрать. Календ. 1904 Праçшкре те кӳрше кайса килетĕп те, вара кунĕпе килте тăратăп, тет. N. Нумаях та тăмăн, çуркунне пулĕ, унтан çу та çитĕ. Алешк.-Сапл. Сыва тăратна? тесе салам яр. Альш. Унтан тата: ят улăштармасан ача тăмас, тенĕ. Çавăнпа улăштарнă (прежние чуваши). Хăшĕ-хăшĕ ачи начар ӳссессĕн: ятне улăштарас, теççĕ. N. Епле шухăшпа тăратăр, мĕн шухăшлатăр, мĕн калаçаççĕ сирĕн ялта? тетĕп. Альш. Çăммисем: ĕлĕк пит аван тăраттăмăр, тет. Бес. чув. З. Сывă тăратăн-и, ачусем мĕнле пурăнаççĕ, выльăхусем мĕнле тăраççĕ, тесе ыйта пуçларĕ. Сборн. по мед. Ачасене туртса илтĕн пиртен, киле пымаççĕ, кунтах тăрасшăн. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет. N. Акă нумаях та тăмăпăр — салтак пулăпăр. Кан. Пĕр çынпа. Çавнашкал ĕçпе тăнăскерпе, лав çине ларса тухса вĕçтерет. N. Санран çыру илмесĕр пилĕк уйăх тăтăмăр. || Не переводится при „пек“ N. Тăвансем тăраççĕ йĕрес пек. N. Çăмăр çăвасшăн. Ун чухне çăмăр çăвас пекех тăратьчĕ (собирается дождь). || Употребляется в качестве вспомогат. глагола. N. Кайса тăратпăр, укçа çук. Мы ходили туда, но там (всё) нет денег. N. Эсĕ пирĕн пата кайкаласа тăр. N. Каймасăр-килмесĕр ан тăрăр. Захаживайте почаще. N. Пичче, ан çилен, эпир ярсах тăнă, çитмеç апла сан пата. N. Хĕветĕре эрнере пĕре курах тăрап. В. Олг. Халь çисе тăримест вăл, каймалла. ЧС. Кăнтăрлачченех киле кайса тăраймăпăр-ха, çак керемет çеремне кăшт та пулш сухалар. N. Вăл çапла каласа тăнă чухнех... СЧЧ. Ну, кусем чăнах та пăрахса тăраççĕ ĕнтĕ (совсем вот кажется готовы бросить языческие молитвы). Пĕри-пĕри чирлесенех, хай-ĕскерсем нуккă чӳк тума тапратаççĕ, чăтса кăна тăр. Трень-к. Вĕсем уя тухса тăратьчĕç те, пире кĕтетчĕç. N. Шăтăк алтса тăчĕ те, алтса çитерсен, хатĕрленĕ шăтăкне хăех кĕрсе ӳкрĕ. N. Аттеçĕм, аннеçĕм, хуран тулли аш çакса: пиçе тăтăр, терĕр пуль; хĕрĕре аякка парса: йĕре тăтăр, терĕр пулĕ. Юрк. Эпĕ килте ĕçлемесен те, кашни уйăхра эпĕ сире укçа ярса тăтăм. Истор. Ăна хирĕç янă çар чарса тăрайман, пĕр май чакса пынă. N. Ман короле çын ирĕкне тивес çук, юсах тăрсан, нихăçан та вилес çук. N. Камăн та пулса сасартăк сиен пулса тăрсан анчах хăй тума пулнă ĕçе тăваймасть. N. Ăна курасшăн çĕмĕрт йывăççи çине улăхса тăнă. N. Унччен те пулман, сут тавраш çитсе те тăнă. N. Çав вилнĕ çын ӳчĕ типсе хытса тăнă, ун пек кĕлеткене мумия теççĕ. N. Çак йĕрке тăрăх акă мĕн пулса тăнă. Юрк. Çав сăмаха илтсен, хай çыннăн вăтантарас вырăнне, ирĕксĕрех ăна мулпа пулăшас пулса тăнă. Ивановка. Шкулта эпир пынă çĕре урăх ачасем те нумай пухăнса тăнă. Сред. Юм. Нăмай шохăшласа тăрса полмас. Долго раздумывать нечего (нельзя). Изамб. Т. Салтака кайсан, килтен укçа ыйтас вырăнне, хăй ярса тăчĕ. Алших. И, Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве тăрăх хӳме-тĕр; аршăн-аршăн пĕвĕм-тĕр, ылттăн ука çӳçĕм-тĕр, кĕмĕл черкке куçăм-тăр, йăлтăраса тăрат-тăр; ай-хай чунçăм, вăйçăм, янăраса тăрат-тăр. Чăв. юм. 1919 ç. 11. Ука çӳç тыткаламалла та мар: хускаланса, ваткаланса çеç тăрать. Шăна чир. сар. 18. Çимелли япалисене пĕр маях витсе тăрать. Чураль-к. † Çинçе урама хыпар яртăм, хĕрсем тухса тăрмалла; хĕрсем тухнă, ачисем тухман, ачисем тухнă, эпир мар. Орау. Пĕр-пĕринпе тавлашса тăмастăр-и? Истор. Час-часах тата монахсем тăвас ĕçе вĕсене хушса тăриччен хăй тăва-тăва пăрахнă. N. Çынсемпе çапăçса алли-урисене амантса пăрахаççĕ. || Употребляется в чувашизмах. Букв. 1904. Савăннипе пĕртте туйман, хĕвел каçалана кайнă-тăнă. Ib. Инкек çине инкекех тата: çав вăхăтрах ун ури салтăннă-тăнă. Ib. Унтан хайхи вăрăм-туна эрешмен картине çакланать-тăрать. Альш. Пĕр-пĕр улпут тавраш виç-тăватă лашапа кӳме кӳлсе, хăнкăртаттарса иртсе каят-и, вăкăр кĕтĕвĕсем хăваласа каяççĕ-и, унта мĕн те пулсан курах-тăран: ахаль иртмес пĕртте вăхăт. Ib. Вăрманта çул такăр, тӳрем. Ниçта çырмана-мĕне анса-туса тăмалла мар пирти пек. Сред. Юм. Калах тăран-ха эс она, пăртак тăрсан каллах манса каять. Все ему сказываешь, а он немного погодя опять все забывает. N. Унăн тавлашасси, чĕлхепе çĕнтересси анчах киле тăрать. Собр. Хăни килех тăрат, кĕççи сарлах тăрат. (Пӳрт улăхтарни). N. Каç выртсатăма питĕ кансĕр: çанталăк сивĕ. Яжутк. Пирĕншĕн аттен ма макăрас, тăрас-кӳлес лаши пур. Скотолеч. 27. Тăнă çемĕн хытăрах кӳпĕнсе пырать.

тăрăх

(ты̆ры̆х, тŏрŏх), длина (полотна). Янш.-Норв. Пилĕк тăрăх шур пирĕпе виçĕ тăрăх улача пур. КС. Тăрăх, цельная холстина (пир тăрăхĕ). Слеп. Пĕр тăрăх пир (20—25 аршăн и 10 аршăн). Янтик. † Тăрăх-тăрăх шурă пир, тăрăхĕ вăрăм пулинччĕ. Чăвашсем 22. Вăл вара вĕсенчен виçшер тенкĕ укçа, пĕрер тăрăх пир илнĕ, пĕр четвĕрт эрех ĕçнĕ, тет. Султангул. † Тăрăх-тăрăх улача, касса пĕтмĕ, терĕр-им? Пĕвĕ ӳссе çитĕ те, ăсĕ кĕрсе çитĕ те, ĕмĕрне каймĕ, терĕр-им? N. Ун пуçĕнчен шухăшсем кумса пĕтернĕ тăрăха тĕрлеме пуçларĕç. Хăшĕ-ха ун чăн илемлĕ тĕрри? Ал. цв. 12. Аслă хĕрĕсем хăйсен пурçăн тăрăхĕ çине ылттăн кĕмĕлпе тĕрлекен ĕçĕсене пăрахса, ашшĕне хирĕç чупса тухаççĕ. Сред. Юм. Пир кăнтарăм; пир, тăла тĕртсе кăларсан: пĕр тăрăх тĕртсе кăлартăм, теççĕ. || Мера ниток? || Звено. N. Вăл вăкăр хапхаран кĕреймен, ăна çичĕ тăрăх хӳме сӳтсе картишне кӳртнĕ, тет. (Такмак). Тайба Б. † Ултă тăрăх хăмана утса тухса пулмарĕ. || Плаха. Орау. Виçĕ тăрăх вутă исе килтĕм (три плахи). N. Нимене çич лав карăмăр. Тăрăхине пĕтерсе килтĕмĕр, çатрака юлчĕ. Собр. † Тăрăх-тăрăх вут сыппи, ялан ĕне ури айĕнче. Орау. Тăрăх, полено трехаршинное. Ib. Пĕр тăрăх вутă парса ярăр-ха мана кивçен. || Полоса. Толст. Унтан ункăран унка пĕр вершук çитейми тимĕр тăрăх илнĕ. || Местность. КС. ЧС. Пĕрре пирĕн тăрăхра выльăх мурĕ пулчĕ. Кан. Ункă тăрăхĕнче ун пек пуян урăх çук та. N. Хамăр тăр(ă)хсам çок. Нет людей из нашей местности. || Продольный. Ст. Чек. † Пруххăртейĕн хыçĕнче тăрăх хăма çураççĕ. Собр. Уйра тăрăх пăта тăсăлса выртат. (Йăран). N. Тарăх та выртрăм, Елекка, урлă та выртрăм, Елекка, юраймарăм, Елекка. (Старинное изречение). || Употребляется в качестве послелога. Орау. Манахсам тăрăх çӳрерĕм, вырăн çук. Паян кĕпĕрне хуçи патне кайса пăхмăр-ши? Вырăнсăр юлап вĕт. Халь Пашалу тута патне кайса килем-ха. Час килеп. N. Çак çын ĕнтĕ, юмăç каланине манас мар тесе, çул тăрăхах (по всей дороге): пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, тесе таварăнать, тет. Ал. цв. 7. Çав пусма тăрăх вăл патша çуртне кĕрет. N. Вĕсенчен хăшĕ министр патĕнче, унăн канцелярийĕсенче ĕçлеççĕ, хăшĕ пĕтĕм патшалăх тăрăх ĕçлеççĕ. Мошков. † Ула кушак, шур кушак ширшанта (шаршан та?) тăрăх (scr. торэх) кускалать; ача чнпер (çавă пур та), хĕрсен тăрăх кускалать. Регули 173. Вăл каланă тăрăх эп турăм. Ib. 1308. Порне тарăх волать. Япала тăрăх шотласа парăп. Ib. 1085. Вăл мана хĕнерĕ, эп çавăн тăрăх (çавăнпа) çилентĕм. Хăр. Паль. З2. Мăя тăрăх çăмăр шывĕ кайрĕ. Урмаево. Карчăкăн ывăлĕ сахат тăрăх мар, минут тăрăх çитĕнет, тет (рос). Туй. Хĕрĕ унта мар, хĕр туйĕ вăл вăхăтра çӳрет хурăнташсем тăрăх. Батыр. Ашшĕ тăрăх ывăлĕсем. По отцу и сыновья. (Послов.). Чăв. й. пур. 5°. Кĕнеке тăрăх хисеп турĕç (счет, вычисление). Сенг. Манран (надо мною) киле кайнă чух çул тăрăхах кулса пычĕç. Кан. Апат кĕренкке тăрăх пĕрле çитереççĕ. Ib. Ăна халăх яуррИсем тăрăх çырнă. N. Чăваш ялĕсем тăрăх çӳреме тухса кайнă. Регули 172. Вăл панă тăрăх эп те патăм. Ib. 1307. Çол тăрăх йăвăçсем тăраççĕ. Ял тăрăх çӳрет. О сохр. здор. Вăл ĕç телей тăрăх пулать. Это зависит от счастья. Вишн. 59. Апата нумай çиесси вăл вĕреннĕ тăрăх килет. N. Ĕçленĕ тăрăх (или: тунă ĕç тăрăх), сдельно. О сохр. здор. Вăл çул тăрăх, е уйăх тăрăх килет (здоровье). КС. Арăм тăрăх, из-за жены. Ib. Çав ятлаçу сан тăрăх туххăрĕ (из-за тебя). N. Эпĕ инспектор патне çырса ятăм жалованье яман тăрăхран. Чăв. й. пур. 21°. Çав Ивана, хăй пит вĕçкĕн тăрăх, çынсем хăне те мăшкăллакаланă. Шурăм-п. Юрлакан хăй савнă тăрăх — кирек хăш кĕввине те юрлама пултарать. Регули 1070. Олпут ачишĕн (ачи тăрăх) анчах конта порнатăп. Ib. 117. Эп онпа поплесе пол тытаç тăрăх. Ib. 54. Эп онпа поплесе тыр сотмалли тăрăх. N. Эсир каçет тăрăх илтнĕ пуль. О сохр. здор. Çавăнпа палакансем, камитсем курма, юрăсем, ташăсем, килти вак-тĕвек ĕçсем çынсене пит усăлă, мĕшĕн тесен кирек кам та, ĕçлекен çын, ун тăрăх канать. N. Çав тăрăх ăна вăл малтанах пĕлтернĕ паллă вырăнне хунă. N. 1903-мĕш çулта, Кирилловка хулинче выставка пулнă чух, эпĕ унта хам пĕлекен тĕрлĕ ремесла тăрăх тунă япаласене ятăм. N. Пирĕн йомахласси те пиçмо тăрăх анчах. ТХКА 98. Кĕлеткем пĕчиккĕ пулсан та, кĕлеткем тăрăх пăхтартăм. НИП. Пăрлă шыв пуç тăрăх яратчĕ. N. † Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Чураль-к. Урпа ани урлă, сĕлĕ ани тăрăх. (Хура пӳрт маччи). N. Урама тăрăх. ЙФН. Атти ани çула тăрăх. ЧП. Пирĕн ани çула тăрăх. N. † Ту-ту тăрăх тупăлха, турта тума юрĕ-ши? Шыва тăрăх хурама, пĕкĕ авма юрĕ-ши? Нюш-к. Вăрмана тăрăх чукун çулĕ иртсе каять. || Б. Яныши. Йăтти ачашланса тăрăх сикет, тет. Сред. Юм. Йытă паллакан çынна корсан тăрăх чĕвенет (встает на задние лапы, передними упирается на человека). N. Унтан тăрăхах йĕтĕн çине пир хураççĕ (в гроб). ТХКА 92. Хура йытă пулсан, мана хирĕç сиксе тухатьчĕ вăл йăпăлтатса, хӳрине вылятса, хам тăрăх сикетчĕ. Сред. Юм. Пĕр пĕчик йытăпа аптăранă эпĕ паян, пĕр май хам тăрăх сикет.

тăршшĕ

(ты̆ршшэ̆), длина; высота. N. Ырашсем тăршшĕсем пор, анчах сайра. Орау. Тăршшĕ манн та санни пекех. Ib. Ман пысăкăш санни пекех те, тăршшĕ вăрăмрах. Скотолеч. 21. Лаша уксахла пуçласан, унăн урине тăршшĕпе тыткаласа пăхас пулать: лаша хăш тĕлте ыратнине систермест-и. N. Çĕçĕпе ан хăмсар, вăл хăй тăршшĕ иккĕ чăсăлать. Альш. † Çӳл ту çинчи çӳл сарай сарнă тӳшек тăршшĕнче. Ib. † Урама шурă сыртăм та, кайрăм урам тăршшĕне. Халапсем. Вăкăр тăршшĕне утас пулсан, çынна виç кунлăх утма çул пулат. || Растояние. N. Етĕрне çулĕн тăршшĕне пирĕн ялтак 75 çухрăм шутлаççĕ. || В качестве послелога: по. Альш. † Эпир килтĕмĕр çак киле, авалхи йăла тăршшĕнчен. || В течение, в продолжение. Кан. Хĕл тăршшĕнче çĕрулмине вăхăчĕ-вăхăчĕпе темиçе хут суйламалла. N. Мĕн ĕмĕр тăршшĕне кана пĕлмесĕрех ĕçлемелле-и вара? N. Хам ĕмĕрĕм тăршшĕне çуклăхпах ирттертĕм; хам ĕмĕрĕм тăршшĕнче нумай нуша куртăм. ПВЧ 82. Мана анне çоратнă, тăршшĕпех хуйăх курмашкăн (всю жизнь). || Основа. Яргуньк., Чертаг.

хавал

настроение. Альш. Мĕн хавалпа килтĕн эсĕ унтан? С каким настроением воротился ты оттуда? Ib. Йепле хавалпа çӳретĕн-ха ку чухне? В каком настроении? || Повадка, дух, обычай. Альш. Ял хавалĕпе тăваççĕ (по своим местным обычаям). Ib. Хĕр-сăрине çӳреме ял хавалĕпе, тет. Ст. Чек. Мĕн тăвас тен? Ял хавалĕ. Что по-делаешь, такова повадка в деревне. Шел. II. 57. Вăрман çывăх пулмин те, вăл таврари ялсем начар мар: те чукун çул таврашĕнчерен, те ял хавалĕпе. N. Сирĕн карташĕнче мăклă вите пур, унăн ăшĕнче пĕр вăкăр пур, уна çитернĕ ултă çул, ултă çул мар вуникĕ çул, вуник çулччен ăна пусма çӳренĕ, тыттарман, пустарман, халĕ туй хавалĕпе тытнă, пуснă, пĕçернĕ, хуçнă, сĕтел çине хунă, çурхахĕпе витнĕ. N. Çук ĕнтĕ, вĕсенĕн хавалне нихăçан та мухтамалăх çук. || Радость(?). Пазух. † Эпир вăйя тухсассăн, ваттисем те тухрĕçĕ. Ваттисенĕн мĕн ĕç пур, çамрăксене мĕн хавал. || В соединении со словом чун = душевный подьем. Карм. Вăрăмтуна чун хавалĕпе каларĕ, тет: Тискер-кайăк арăслана çĕнтертĕм, халĕ çак ăçтиçук имшер ерешментен пĕтетĕп, терĕ, тет. N. Пĕтĕм чун хавалĕпе вăл савăт-сапине кӳрнеклĕ пĕтересшĕн тăрăшать, мĕн пур шухăшĕ унăн савăт кăмакине тасарах тытасси çинче. N. Вăл чун хавалĕпе: Ачам, эсĕ сыввине пĕлтĕм ĕнтĕ, хăна та куртăм! — тенĕ. СПВВ. ПВ. Хавал, халал, халалас, халаллă пултăр, не то же ли, что хапăл? СПВВ. Ватта хывмана хавал тухман, тет. (Послов.).

халтăртат

(халды̆рдат), шуметь, стучать. КС. Арман чулĕ халтăртатса авăрать. Якейк. Холтăрч халтăртатать. Альш. Халтăртатса кĕнине кураççĕ, тет те, кăна, лешсем вăкăр пуçне маччана ывăтаççĕ яраççĕ, тет. Ib. Хултăрчă халтăртатать. Сред. Юм. Пош ôрапа халтăртатать. Ib. Орапа хопĕ пит халтăртатать те, сăмах та илтĕнмес. || Дрожать, трястись. Шел. 144. Сивĕ тытнă евĕрлĕ халтăртатса тăратăп. || В перен. см. N. Кĕлечĕ пушах халтăртатса ларать (пустует). Сред. Юм. Кĕлет-хôралт халтăртатса ларать. Ib. Çине витмен çĕрсе ларакан хоралта: халтăртатса ларать, теççĕ.

хир

(хир), приподнимать рычагом, гнуть, разгибать, выдергивать с корнем. См. хаяр. КС. Тункатана рычакпа хирсе кăларчĕç. Капк. Качака сиксе тухрĕ те, рычак йăтнă хăй, хирет кăна, пичкесене ураран рычакпа яра пуçларĕ. Ала 55. Кĕлетĕн пĕр кĕтессине хирсе йăтрĕç çын кĕмелĕх. Кан. Тимĕр лумпа хирсе 250 хăма кăларчĕç (изо льда). Ib. Эпĕр сан çекрет арчуна шĕшлĕпе хирсе уçрăмăр. Çĕнтерчĕ 35. Малтан хăрах хăлхине эмеле ярĕклĕн яртараççĕ, кайран, ыраттарма пуçласан, çыхса пăрахмасăр, çăварне шĕшлĕпе хирмесĕр ĕç те тухмасть. || Срубать или срывать. Альш. Миккул шĕшкĕ каснă чухне шĕшке хирет кăна. Ib. Ачасем вĕт шĕшкĕсене алăпалан хирчĕç кăна (ломали). Сред. Юм. Такам пахчинчен хирсе тохнă ĕнтĕ кô олмана ăсĕм, хăйсĕн пахча çôк ĕнтĕ кăсĕн. КС. Паян вăрманта пушăта хирнĕ вăсам (много нарубили, без счета). Шинер-п. Пӳртӳм хăмисене пуртăсемпе хирсе тăкрăç. Хурамал. Йывăçа нумай кассассăн, хирсе тăкнă, теççĕ. || Натягивать Изамб. Т. Вĕрен лăнчă пулсан, ăна хиреççĕ (натягивают). Ст. Чек. Хивсене пăрт-йывăççипе хиреççĕ (пăраççĕ). || Вертеть. N. Ан хир. Не верти. || В. Олг. Патакпа хирсе кăлар (выгнать побоями). || Бить, разбиваться. Кама 21. Эсĕ çапла вĕт. Санран сиен тумасăр пулать-и. Сан аллусем çын аллисем пек мар вĕт. Хиретĕн вара чашăк-çăпалана. || Истреблять. Изванк. Таках выльăхсене хирсе пурăнать (мур). Ст. Яха-к. Маçилке каларĕ (погадав): вăт ĕнтĕ вăл чӳк сиксе тухрĕ, анчах сирĕн куçăра те курнат, темĕн, вăл епле сире хăвăра выльăх-чĕрлĕхĕрĕ мĕнпех хирсе тăрат (губит). (Туй тавраш тасаттарни). Ib. Эсĕ выльăх-чĕрлĕхе те хирсе ан тăк, çултан çула хутшăнтарса пыр. Не истребляй скота, но приумножай его с года на год. (Из моленья). Истор. Азияра çавăн чух пĕр Тамерлан ятлă хан пур халăхсене хирсе тухнă. КС. Кăçал мур лашасене хирсе карĕ (истребил). Баран. 110. Е вĕсене чир килсе хирсе тухать, е тата усал çанталăкпа пĕтеççĕ (погибают). N. Мур хирĕшшĕ! || Разрушать. Сĕт-к. Хватлă çомăр çуса Мочкаш çинчи, Выл çинчи армансене йăлт хирсе кайнă (армансем татса кайнă). || Пробирать, бранить. N. Хăшĕ-пĕрисем халĕ те ачисене тертлентерсе пĕтереççĕ, ĕçсе килсен хиреççĕ анчах. N. Сăмсуна тасатаймастăн, тесе хирет хайхи ачана. N. Тапратрĕ вăл ачасене хирмешкĕн. || Усиленно работать. || Сред. Юм. Эс туса хирен пôль ĕнтĕ тăта, эп тăваймарăм ĕнтĕ... (с иронией. Смысл: где тебе сделать). Ib. Хирет ĕнтĕ ô. Ну уж он сделает! (Говорят иронически о человеке, не могущем сделать). Ib. Эпир пĕрре иксĕмĕр калемпĕре кайрăмăр та ôнпа, хирет вит ôхмах калĕмпĕре, эп ик çых татнă çĕре виçшер, тватшар çых татать. N. Вăкăр пек (вăпăр пек, вупăр пек) хирет. Усиленно работает. Якейк. Вăсам тырра хиреççĕ анчах. Альш. Темĕн чухлĕ хир хирсе пăрахнă (большое количество поля сжали). Ир. сывл. 34. Килех, илех çавуна, хирсе тăках çаранна.

хула

хола, город. А.-п. й. 87. Сахар ирпе тăрать те, хăй ĕнине çавăтса, хуллен утать хулана. Ib. Тепĕр кунне хай Сахар çумне пуртă хĕстерчĕ, хыçне çакрĕ пăчкине, хăй платникле тумланчĕ, сухалне йăлт хыртарчĕ, хуланалла уттарчĕ. Букв. Шурă хуланăн хапхи çук. Юрк. Малтан хăйсен ялĕнчи шкулта вĕренсе тухсан, хулана та вĕренме леçет. N. Урамра хула курса çӳренĕ чухне çаксенчен пĕри ыйтать: мĕшĕн сирĕн хулăр пит начар? — тет. N. Акă ку та хулара пуян пулса пурăнчĕ. N. Ку Одесса хули пек чаплă хула ниçта та курман. Ст. Шаймурз. Вăкăр çинче хула ларат. Регули 1485. Эпĕ те тарçăпа хола пырса. Холара та, ялта та пор пӳрт онăн. Ib. 1423. Вăл хола кайнă та, килтман халь. Ib. 1433. Вăл ку хĕлте холара полнă, амăш патне кайнă. Ib. 1107. Холалла витрех (хола енелле) кайрĕ. Янтик. Хулана каймарĕ тем. Пожалуй, не в город ли ушел. N. Хола (в город) кай. Цив. Хола каймалла. Эпир çур. çĕршыв 26. Ку урам хулан вăта çĕрĕнчи чи вăрăм урамĕ. Н. Лебеж. Виçĕ ачана пытараççĕ хула çинчи сутпала. Альш. Ир те вĕл-вĕл, каç та вĕл-вĕл: ялан аслă хуланăн ялавĕ. N. Хулапала Лайăш хушшинче.

хăмпа

(хы̆мба), пузырь. Н. Уз. Кăвас йӳçнĕ чухне пăлт-палт туса тăрать, хăмпа тухать. Трхбл. Вăкăр хăмпи, бычачий пузырь. Яхать-ошкăнь. Полă хăмпи. Бгтр. Вара старик виç хорантан виç хăмпа илсе пачĕ тет те, ячĕ, тет.

кӳлĕ

(кӳл'э̆, к'ӳл'э̆), озеро. См. кӳл. N. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать, тӳрем çула кӳлĕ тăвать. Тăв. Ял кӳлли аслă, теççĕ. Ун пек ĕçе ялта тăвас пулать. Сред. Юм. Кӳлĕ, 1) озеро; 2) небольшое углубление, наполненное водою, которое не высыхает. Ядр. (б. Убеев. в.). Вăл кӳлĕ киремет пулнă, ун патне ĕлĕк ухмах чăвашсем, юмăçсем каласа кăтартни тăрăх, пырса, укçасем чӳклесе пăрахнă. Калаçаççĕ тата, такасем пырса янă. Ĕлĕк таçти çын та унтан хăранă, ăна пуççапнă, унтан хăраса, уна итлесе пурăннă, унăн ятне пăрусем пусса, киремет тунă. Вăл кӳлĕ тĕпсĕр, теççĕ. N. † Укальча варĕнче çавра кӳлĕ, пилĕк пус кĕмĕл хам ятăм. Торп-к. Кӳлĕсен тĕпĕсем çок, тет. Вăсем пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçаççĕ, тет. Куçнă чохне тĕтре çанталăк тăрать, тет. Кӳлле солсассăн, çын вилет, тет. Альш. Кӳлле мунчала хутас, кантăр хутас. КАЯ. Пиртен çур çухрăмра пĕр кӳлĕ пур, çав кӳлле пирĕн ял çыннисем темшĕн кăш çул, çимĕк иртсен, пĕр вăкăр пусса, чӳк параççĕ. См. Магн. М. 55.

кӳр

(кӳр, к'ӳр Пшкрт: кӧр), приносить, привозить, приводить; носить, возить, таскать; выписать (человека, откуда-н.). N. Атăла шыв кӳме карĕ. Поехал на Волгу за водой. N. Кĕлте кӳме кайăпăр (у др. кĕлтене кайăпăр). Мы поедем за снопами. N. Эп шыв (утă, вăрман) кӳтĕм (так гов. и в с. Чемуршах). Янтик. Пирĕн ун чухне лашасем килте пулас çук, эс хăвăр лашупах кӳрсе хăвар ăна! Ib. Йăмăкĕ кӳрсе хăварчĕ ăна. Ib. Айта, Микула, кĕлте кӳрер! Ib. Ăсем вут (дрова) кӳреççĕ (возят) халь! Ib. Халь пушăт йӳнĕ чухне пушăт нумайтарах кӳрес тет-ха у (= вăл). Альш. Лашине Шемексем тытса кӳрсе пачĕç, тет. ТММ. Вĕре пĕлмен йытă кашкăр кӳнĕ, тет. (Послов.). Виçĕ пус. 10. Хăшĕ-пĕри тата сиен кӳрекенни те пур. Торп-к. Кайнă чухне юрла-юрла, килнĕ чухне хăса-хăса. (Шыв кӳме кайни). Ст. Чек. Паршă çинче тырă кӳчĕç. || Приносить жертву? N. Чӳк тăвас пулсан, чăвашсем нихăçанах (= яланах) самăр вăкăр илнĕ те, пĕтĕм ялпа пухăнса кӳнĕ. || Дать, возвратить, подавать. КАЯ. Анне: кӳр-ха еппин, пăхам! терĕ. N. Кӳр, эпĕ сан куçăнти турата кăларам. Хурамал. Кӳр, тутăна чуп-тăвап. Б. Олг. Лапка хоçине калатăп: кӳр-ха çана (= çавна), сартла (чит. сардла из сар+тăла) тĕркине (штуку желтого сукна)! Толст. Эпĕ кайран çийĕп, кӳр çак çĕмрен шăнăрне (тетиву лука! Ошибка!) малтан çием. СТИК. Атте, ку çăпатана эпĕ тăва пĕлместĕп! — Кӳр кунта, хам кăтартса парам; мĕн уншăн аттене, чăрмантарас. || Провести. Эпир çур. çĕршыв. 26. Шкулсем валли, тата куç пульнитси валли хӳхĕм çуртсем туса пачĕç, савăтран електриччĕствă кӳчĕç. || Наводить. N. Унăн çиллине хăвăр çине кӳрес мар тесен, тăлăх арăмсемпе тăлăх ачасене усал туса ан кӳрентерĕр. || Причинять. Айдар. † Анне ячĕ хĕр пăхма: малтан хĕрне пăх терĕ, хĕрне намăс кӳр (пристыди), терĕ. || Зарабатывать. Чет. пути. Ялĕ-ялĕнче çĕвĕçсем, атă пусакансем, тир тăвакансем пулнă, пирĕн халăх ниçтан пĕр пус кӳреймен. || N. Мĕнле сăмаха кӳреççĕ вĕсем ăна? В каком смысле употребляют они это выражение? || Придавать силы. ЧП. Пĕчĕккĕ кĕлте, сĕлĕ кĕлти, ыр утсен пуçне çав кӳрет. || Суметь. N. Вулама пит аван вырăсла кӳретĕп. Юрк. Пĕр-иккĕ вуласа пахсан, чиперех вулама кӳрĕн. Ib. Эпĕ ĕçне кӳретĕп. Я сделаю дело, устрою его как надо. N. Ку ĕçне кӳре пуçлат (начинает делать свое дело «как следует»). N. Кӳрсе лартрĕ. Сумел сделать? || Применять. N. Тĕп (коренные, настоящие) чăваш сăмахнех ĕçе кӳрсе çырас пулать.

кăчăкă таки

(-ги), молодой баран. Н. Карм. Тырă-пулăшăн о(п)пет така паратпăр, кăчăкă таки; чĕлпĕр тытакана хур, вăкăр паратпăр, тырă-пулăшăн тына паратпăр; шыв ярса силлентеретпĕр, çав çăлтан шыв илсе.

кăш

(кы̆ш, кы̃ш), подражание шуму, получающемуся от трения. Б. Олг. Çăпата утсартăм (швырнул) çорт çинелле: кăш, кăш, кăш! каллях шусанчĕ (скатился). Ib. Пит çăмартине сĕркелесен: кăш, кăш, кăш! тет. Ib. Кильăш шăлатпăр пӳртре: кăш-кăш! Ib. Сысна пӳрт пĕчеххинче (об угол избы) хыçкаланат: кăш-кăш, кăш-кăш! СТИК. Пите алăпа кăш-кăш тутарса илтĕм («трение рукой по лицу»). Ib. Сĕтеле тăла татăкпе кăш-кăш! тутарса сĕртĕм. Альш. Пĕр йывăç каснă та, кăш, кăш, кăш! сĕтĕрсе килет (волочет, еле задевая за землю, но с мелким шелестом). || Подр. шуму леса. Якейк. МПП. Кăш-кăш. Тораево. Ухмах тепĕр юман патне пырчĕ тет: вăкăр кирли? тет. Юман: кăш! терĕ, тет. || Подр. дуновению ветра. Ир. Сывл. 35. Ирхи çилĕ... кăштах кăш-кăш! вĕркелет.

кĕвĕ

(кэ̆вэ̆), мотив, мелодия, напев. Цив. Кĕвĕ — плясовая мелодия (исполн. на инстр.). Янтик. Эс пĕлетни тутар кĕввине? Знаешь ли ты татарский мотив песни? N. † Ик юмрăна кас та, купăс ту, каласа пар тăван, ай, кĕвве! СПВВ. ЕЕ. Шăпăр, кĕсле, сăрнай, купăс кĕвви, теççĕ: пĕр юрра темиçе тĕрлĕ калани. Юрк. Юрлакан юррисем те чăвашлах, анчах кĕввисем пăртакçĕ вырăссенĕнĕ пек. Те ĕлĕк чăвашсем те çапла юрланă? Ib. Кĕвĕ сăввисем, хороводные песни. Выла. Ĕçсе çисен вара ĕсĕрлеççĕ те, кĕслесемпе тăмăрасемпе кĕвĕ каласа ташлаççĕ. ППТ. Унта вăсем вара, пăтă пиçеччен, çерем çинче вăй-кĕвви каласа выляççĕ. ЧП. Кĕвĕ пуçласа каласси начар хĕртен пулмасть вăл. К.-Кушки. Хĕрипраçсем кĕвĕ каланă, юрланă (во время «халăх вăкăр чӳкĕ»). Мошков. Купăс кĕвви («плясовая мелодия, исполн. на скрипке»). Кĕвĕсем. Уяв кĕвви. Янтик. Вăйă кĕввисем. || Согласованность. Сред. Юм. Кĕвве кĕре пĕлмес. («Говорят, напр., если кто-нибудь не может парно молотить»). || Лад, положение, состояние. N. Пирĕн патра пĕр кĕвĕ тăрат. у нас положение не изменилось. (Письмо).

кĕл кĕтӳçĕ

хранитель киремети. ДФФ. Мăн киремете пăхакан ăрасна кĕл кĕтӳçĕ пурччĕ, вăл Чӳрачăксемччĕ. Çемьере пĕри-пĕри чирлесен, е урăх усал пулсан, юмăç хушнипе мăн киремете асăнса, кив кĕлет умпе шур тутăрпа укçа çыхса хуратчĕç, виçĕ çулта пĕрре çав асăнса хунă укçасене мăн киремет кĕл кĕтӳçне кайса паратчĕç. Вăл пухăннă укçапа виçĕ çулта пĕрре вăкăр (мăкăр) илсе мăн киремете чук тăватчĕç. Ĕлĕк ытти киреметсен те кĕл кĕтӳçĕсем пулнă, тесе калаçатчĕç пирĕн атте-аннесем, хам эпĕ мăн киремет кĕл кĕтӳçне анчах астăвап. Истор. Пуринчен ытларах Стефана зырянсен кĕл кĕтӳçисем асамăçĕсем, юмăçсем курайман.

кĕреш

(к'э̆рэш, к'ӧ̆рэш), бороться. Якейк. Петĕрпе кĕрешнĕ чох эп виçĕ хут ола-хыçлă (подряд) аяла полтăм. N. Кам кĕрешсе çĕнет, ăна виç-тăват çăмăрта. К. Кушки. Юлашки çулсенче пирĕн ялти çамрăксем пур акатуйра та пĕр-пĕринпе кĕрешеççĕ. Ib. Арçын ачасем кĕрешсе вылянă (во время «халăх вăкăр чӳкĕ»). Бигильд. Кĕмĕлпеле кĕрешмелле выляма. || Стараться, биться. Б. Олг. См. шолт.

кĕрпе-пашалу

крупа и лепешки. К.-Кушки. Чӳке кайнă чухне кашни килĕрен кĕрпе-пашалу пĕçерсе кайнă (на «халăх вăкăр чӳкĕ»).

чашлат

шипеть, шуметь. N. Пĕр вăкăр хĕрĕх çĕртен чашлатать. (Мунча чулĕ çине ăшши пани). КС. Шыв вĕри чул çинче чашлатать (слабее: чăшлатать). Ib. Чашлатса тухать, вытекает с шипением, напр., зельтерская вода (пăчăртатса тухать, если слегка приоткрыть пробку). N. Сахăрлă кăвас кĕленче çăварĕнчен чашлатса тухать. Чĕлкаш З8. Пуçна çурса пăрахăп... тесе çĕлен пек чашлатнă. N. Каскалăхра çĕленлĕх, кĕрĕпĕм те чашлатать, тухăпăм та чашлатать. || Сред. Юм. Çорконнехи вăйлă шыв йохнă чохне чашлатать (чашкăрать). || Журчать. Дик. леб. 45. Çӳлелле çапса тухакан шывсем чашлатса сирпĕнсе тăнă. В высоких мраморных покоях журчали фонтаны. Сред. Юм. Пирĕн çăл пит вăйлă та, чашлатни таçтанах илтĕнет.

чуна кăлар

замучить. N. Пĕр чăпар вăкăр мана тĕлĕкре хăваласа чуна кăларатчĕ.

чӳк

чӧк, жертва, жертвоприношение у язычников чуваш. Хорачка. Чӧк, жертва. Хурамал. Эпĕ малтан çав тĕрлĕ асапланнă чух, мĕн тĕрлĕ чук тутармарăм пулĕ, манран ялти чӳк мар, хамăр Белебей уесĕнчи пур чӳк те, вăрманти пĕр тунката тĕпĕ те юлмарĕ пулĕ. Эпĕ така пусса, хур пусса мар, кăрккапа, куянпа таранччен чӳк тутартăм, мана вĕсем пĕри те усă кӳмерĕç. N. Вăл ват юман тăррисенчен пĕтĕмпех ĕлĕк чӳк тунă чухнехи шăмăсене çакса тултарнă. Менча Ч. Тата чӳк тунă кун пĕр-пĕр çын япала илме пырсассăн, вăл япала илсе каят пулсассăн, унтан хăйĕнчен те пĕр-пĕр япалине: алсине, е пиçиххине, е тутрине, е чĕр çиттине, е саррине илсе юлатчĕç. Япала илсе каймасассăн, хăйĕнчен те илсе юлмасчĕç. Вĕсем япалапа пĕрле ăрăскал тивлет каят, тетчĕç. Ib. Чăвашсем çу каçиччен темиçе тĕслĕ чӳк тунă. Тырă-пулăпа, хур-кăвакалпа, пăт-юсманпа, выльăх-чĕрлĕхпе, лашапа, ĕнепе, вăкăрпа, такапа чӳк тунă. ДФФ. Чӳк. В нашем семействе обязанности жреца исполнял отец, а в отсутствие его отправляла эту обязанность мать, впрочем, в том лишь случае, когда совершалось моление бескровное, т. е. моление кашей, лепешкой, юсманом и т. под.; при этом она надевала на голову мужскую шапку. Моление происходило всегда в избе. N. Тата çав ирхинех чӳк ĕречĕпех вăкăр пусатчĕç. N. Чӳке çарамас чӳклеме юрамасть, тетчĕç. Ск. и пред. чув. З8. Чӳк чуклени те сиртен пытанман. Чăвашсем 13. Çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççăн (после моленья) киле кайма лайăх мар тесе, киреметсене кайса укçа пăрахса кĕлтусан тин тавăрнатчĕç. || Назв. духа. М. Сунчел. Вăкăр çине пусас уммĕн кăна чӳк илет-и, тесе шыв яратчĕç, шыв ярсан вăкăр чĕтресен, ăна учук илет теççĕ, ăна пусатчĕç вара. Т. VI. Пилĕк юсман ывăл-хĕр чукĕ. Азбаба. Айван кĕлĕме, чук, хапăл ил, усал-тĕселтен эсĕ сыхласа эсĕ сир, чӳк, çырлах. (Из моленья). N. Чӳке асăннă япала. С. Тим. Чӳк, çырлах, хăвăн ырă кĕллĕне хăвах хапăл ил. (Из моленья). Сиктер. Выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе шыв амăшĕ чӳк çырлах. N. Чӳк, çырлах, килĕшпе, ачам-пăчампа, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе асăнатăп, витĕнетĕп, чӳк, çырлах. (Из моленья). || Жертвенные яства у язычников чуваш. Янш.-Норв. Чук (жертвенные животные) пиçсе аначчен, ялти çынсем уй чӳкне кайма, кашни килте пашалусем пĕçернĕ. N. Хĕрт-сурт пăттине чӳк илсе килмен çынна çиме юраман. Н. Шинкус. Унтан вара ялтан пĕр-пĕр ватăрах старике чукне пĕçермешкĕн чĕнсе анатчĕç. Юрк. Йинке, хĕрне эсĕ памарăн, юрайĕ-ха хĕрĕ чӳк тума. Собр. Чӳкĕçемĕн тĕсĕ, теççĕ. (Послов.). В зависимости от жертвоприношения (закалывалась) та или иная порода животных. N. Çав мăн чӳк тенине тăхăр çул хушшинче тăватчĕç. Вăл мăн чук тенине тырă-пулă акса тăнăшăн тав туса, парне кӳретпĕр тетчĕç.

хĕвел

солнце. солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çул тӳпене хăпарать. Пазух. 92. Хĕвел хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. Дик. леб 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. Ib. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. Ib. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... КВИ. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. N. Хĕвел анчĕ ту айне. N. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. N. Пĕр пĕлĕт çук, хĕвел çунать. А.-п. й. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. НР. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на горку за созревшей на солнце ягодой. ГФФ. Ашшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать. Ib. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. Абыз. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввине хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. Оп. ис. ч. II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. N. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. Баран. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ТХКА. 108. Хĕвел тухас пек, çанталăк çуталать. Ib. Хĕвел чылай çӳле улахрĕ, хĕртсе пăхать. Шурăм-п. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. N. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. N. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. N. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. Чув. пр. о пог. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодио. Ib. 42. Хĕвел хĕртсе пăхсан... Если солнце печет... N. Хĕвел витĕр (пăхвă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еще дождь будет. Вопр-Смоленск. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çамăр пулать. Панклеи. Хĕвел те пĕлĕт айнех полчĕ (зашло за облако). С. Алг. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. N. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. Якейк. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. Ib. Эс çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. Ib. Ĕнер конăпех хĕвел пăхрĕ. N. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? N. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çута. В комнате светло от солнца. N. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. N. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. N. Мана хĕвеле тохма йорамасть. N. Хĕвелте çӳреççĕ. N. Старик хĕвеле ларчĕ. N. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тапратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. N. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. N. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. N. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. N. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). N. Тĕкĕрпе хĕвеле ак вылят (не пускай зайчиков). N. Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел аксан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать тийĕр, тенĕ, тет. N. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. Мусирма. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. N. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). N. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). Н. Карм. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. Ст. Чек. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрат. Тюрл. Хĕвел аякка сулăнсан... Когда прошел полдень... Хурамал. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. N. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ЧП. Пулă çакрăм хĕвел. Изамб. Т. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленчĕ. N. Хĕвел йăлт (кăшт — если дольше) пăхрĕ те пĕлĕт айне кĕрсе кайрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылось. N. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я). Юрк. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. N. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. N. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулать, теççĕ. N. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан çумăр пулать, теççĕ. N. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. N. Пирĕн тĕлтен Хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). N. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. N. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. N. Вара отсан-отсан хĕвел анса карĕ. Н. Лебеж. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. N. Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен... N. Хĕвел инçе карĕ. N. Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. Кан. 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. N. Хĕвел виттĕр пăхни. N. Хĕвел тохсан тин... Микушк. Ирхине Хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). Торп-к. Карăнтăк виттĕр ылтăм туя кĕрĕ. (Хĕвел). N. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелпе ялтăртать. N. Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. N. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. N. Хĕвел ăшă пăхать. N. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ГТТ. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. N. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. N. Йĕрекен ачана култарас тесе: „Хĕвел пăхать“, теççĕ. N. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). Никит. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. N. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. Сред. Юм. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывается за облаками). N. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). N. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. N. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. N. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. N. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. N. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. N. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. N. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. N. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. N. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорят, когда уверены, что он не может этого сделать). N. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывает, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. N. Хĕвел кăнтăрлаччин вăкăрпа чупать, тет, кăнтăрла иртсен, карсакпа чупать, тет. N. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, „хĕвел карталаннă“ теççĕ. N. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йăвăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). N. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. N. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. N. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. N. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. N. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек куранаççĕ. СТИК. Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). Ib. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. Ib. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). N. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: „Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил“. N. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран варалаша çинче, кантăрларан вара — кайăк çинче. N. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). Янтик. Эп вăхата хĕвеле пăхса пĕлеп. N. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. Изамб. Т. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. N. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). N. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. N. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. Артюшк. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тавăттăм. Собр. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. Н. Карм. Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). N. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла пит хĕртет. ЧП. Хĕвел пăхрĕ — типĕтрĕ. N. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. N. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел N. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. Лобашк. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). N. Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). Синьял. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантак). Сятра. Вутсăрах çунать, çунатсарах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). Альш. Çула хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. N. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). N. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). N. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). N. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. N. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. N. Хĕвел шăвать. Кив-Ял. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). Нюш-к. Иртсе пыракан çын пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. N. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). Курм. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. Аттик. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. N. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çăмăр е юр çăвать), теççĕ. КС. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). Трхбл. Хĕвел пирĕн йĕтем пысăккăш, тетчĕç ваттисем. N. Хĕвел пит хĕртет. N. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). N. Паян эп тăрсассанах хĕвел тухрĕ. Красн. Горка. Хĕвел питĕ хытă пахать. Сĕт-к. Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. Магн. М. 63, 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори. || Клятва. Ст. Чек. Хĕвел, илмен эп ăна. Сред. Юм. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). Орау. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, апла та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен? — Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

хĕрлĕ

красный. См. хĕр. Н. Лебеж. Хĕрлĕ çыран тăмĕсем эмел çĕлен пуçĕсем. N. Çуркунне кунсен ăшăтса килнипе, хĕлле хура сăнлă курăнакан йăвăçсем те хĕрлĕ сăнлă курăнса хăйсен кăчăксене хăпартма пуçлаççĕ. Орау. Кăраççина (или: хĕвеле) хĕрĕç (= хирĕç) тытса ал виттĕр пăхсан (если посмотреть скзозь руку на солнце, на огонь), ал хĕп-хĕрлĕ курăнать. Альш. Чирку патĕнчех улпут карташĕ те пур: хĕрлĕ-хĕрлĕ вите-вите тухнă. Юрк. Атьăр, пăратсем, улма сатне, хĕрлĕ улма суйлама, хĕрлинчен хĕрлине суйлăпăр. Шорк. Хĕрлĕ йор çусан, т. е. никогда. Ст. Чек. Ун çуртне хĕрлĕ вăкăр сĕкнĕ (он сгорел). СТИК. Тĕлĕкре хĕрлĕ вăкăр курсан, вут тухат, тет. Вăл вăкăр кам карташне кĕрет, çав çын çурчĕ çунса каят, тет. Ск. и пред. чув. И. Варман улми пĕçерме шухăшланă кĕл çинче, хĕрлĕ кăвар ашĕнче. МД. Пулăн кăвак пĕлĕт айĕнче, пулăн хĕрлĕ пĕлĕтĕн хыçĕнче. (Солд. п.). Янтик. Хура вăрман хыçне кĕрт хӳнĕ, хĕрлĕ сăсар тухнă — йĕр тунă. || Румяный. ГФФ. Хĕрлĕ сăнăм, кăвак коç хойăхпа пиçрĕ савнишĕн. Мое румяное личико и голубые глаза пропали от тоски по милому. Ib. Ятпа поçăм пĕтес çок, пĕтсен пĕтĕ хĕрлĕ сăн. Моя голова и мое доброе имя не пропадут, разве только побледнеет мое румяное лицо. Ib. Пĕчикрен кĕнĕ хĕрлĕ сăн... Мое лицо, румяное с малых лет... НР. Çын сăмаххи, ай, ыр тумасть, хĕрлĕ сăна шоратать. От людских пересудов добра не будет, от них бледнеет румяное лицо. Сред. Юм. Хĕрлĕ хĕр, румяная девица. ЧП. Хĕрлĕ питлĕ сарă хĕр. || Спелый. ГФФ. Карăм çырлана тарăн çырмана, татрăм çырлине самăй хĕрлине. Пошел я за ягодами в глубокий овраг, набрал там ягод самых спелых. || Цветущий. Туперкульос 31. Ямшăк чупакансем епле тĕреклĕ, хĕрлĕ. || Красивый. Собр. Йышра вилĕм те хĕрлĕ, тет. „На миру и смерть красна“. (Послов.). || Рыжий. Ачач 92. Халь те ара çав-çавах хытă шавса тăрать, хĕрлĕ пуçа пĕтĕм вăй çитнĕ таран пăхать, çитерет... Ib. Ц. Пĕр хĕрлĕ тилĕ таçтăн вилнĕ сурăхăн кайри урине тупнă та кышласа выртать. Рыжая лиса достала где-то ляжку дохлой овцы и гложет ее. Ib. 45. Хĕрлĕ тилле куртăн-и? Ты не видела рыжей лисы? Ib. 87. Уссе çитсен, ĕçлесе хĕрлĕ ĕне туяннă. Ау 169°. Хĕрлĕ чăваш хĕрне сыхлать, хĕрĕ тухса каясран. || Прозвище мужч. Кан. 1929, № 180. Ывăлăм! тет Хĕрлĕ Чураккох. Ала 100. Ай-ай, хĕрĕм, мĕн парам-ши? Виçĕ кĕлет тыррăм пор: пĕр кĕлечĕ сана халаллă. — Ай-ай, ати, кирлĕ мар: хĕрлĕ йăтти вĕрех тăтăр. || Яркий, солнечный (о погоде). Чув. пр. о пог. 345. Евдоким кунĕ хĕрлĕ, хĕвел кун пулсан, çуркунне те аван пулат. Если Евдокиин день (1 марта) будет красный, солнечный, и весна будет красная. || Зарево. Шорк. Пĕлĕт çине хĕрлĕ ӳкнĕ.

шалалла

по направлению вовнутрь. N. Урăх шалалла каять, çырмастăп. Микушк. Тата шалалла каят пулĕ-ха вăл: вăкăр-тына ыйтмаст-ши вăл, тет (т. е. божок требует, пожалуй, еще чего-то большего). Б. Яныши. Шыв ĕçнĕ майпа вăл шалтан шалаллах шывалла кĕрсе кайнă та ишме пĕлмесĕр пута пуçланă. А.-п. й. 68. Кĕлет алăк айĕнчи кушак шăтăкĕнчен шăвăнса кĕчĕ, тет те, шалалла, çăнăх ырçи ăшне кĕрсе ларчĕ, тет. Ст. Шаймурз. Кĕсем хĕре лартнă та, ачана лартмасăр шалалла тĕртнĕ янă.

шыв вăкăри

шыв вăкăрĕ, шыв вăкри, то же, что шыв вутăш. ЧС. Анне мана тата ак çапла каласа хăрататчĕ. Ехрем старик арманта чухне шыв вăкăри тухса: кăçал мана çын паратра, выльăх паратра, эпĕ мĕн те пулин илетĕп, тесе кăшкăрса кĕрсе кайрĕ, тет. || Назв. птицы, дупель. Ядр., КС. Изамб. Т. Шыв вăкăрĕ, птица, кричит как бык. В. С. Разум. КЧП. Шыв вăкри, птица, кричит вроде филина. || Назв. морской рыбы. Сред. Юм. Шыв вăкри тесе тинĕсри вăкăр пек çухракан пулăсене калаççĕ. См. шыв качаки.

шур

встр. в сочетаниях: çу-шур (масло, сало), шыв-шур. КАЯ. Тепĕр ăстарикĕ леш вăкăр илсе килнĕ çĕре кашни килтен кĕрпе-çăнăх, çу-шур, апат пĕçерме сăра хурансем пухса хатĕрлет. Шел. 151. Шыв-шурсене пурне те пĕр айĕнчен кăларап.

шăтар

понуд. ф, от гл. шăт; проращивать. N. Вăрлăх шăтарни, проращивание семян. Виçĕ пус. 8. Анчах пирĕн хресчен çынни хăй акса шăтарнă тырă-пулла пăхса, ăна кирлĕ апат çимĕçсем парса ӳстерме пĕлеймест. Собр. Купăста вăрине шăтармасан, купăста туни хулăн пулат. ТХКА 76. Купăста хамах шăтарса лартрăм, ăна ир те, каç та шыв сапап. Б. Олг. Мăкпала хăяр шăтарас. Чхĕйп. Вăрлăха кирек ăçта аксан та, çĕр çавах шăтарса кăларат (земля заставляет его пустить росток). || Продырявить, выдалбливать, просверливать, пробуравливать, прокалывать, пронзить. Букв. 1900. Тумла та тумла-тумла чула шăтарать. Изамб. Т. Алăкне темиçе тĕлтен çап-çаврака шăтарса тухнă, тет (молния). Ib. Çавăнтах тата çăмарта шăтарса яраççĕ. Тут же выпускают яйцо. БАБ. Мăйĕнчен шăтарса пĕр витре юн юхтарса илчĕ тет. Рекеев. Ах ачам, ачам! Пуçна шăтартăн! (прошаб). N. Коçне çапса шăтарнă сорхори сăри ĕçнĕ çĕрте. Эльбарус. Пĕр шĕвĕр патак тĕл полса таçтан шăтарса пăрахать поль тесе анчах йăваланса анатăп. Панклеи. Ача тӳшекки çине пырса алипе посса пăхнă та, он алине шĕвĕр шăнă виттĕрех шăтарса кăларнă. N. Курăк тымарĕсене шăтарса кăларма. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм ыттисенчен иртсе шăтарса кĕрсе выраççĕ. || Альш. Мĕн пит шăтарса пăхатăн. Что ты уставился? Икково. Мĕн шăтарас пек ман çия пăхатăн? (уставился). N. Кашни салтака шăтарас пек куçран пăхать. Ядр. Ай, çырлахах, карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ, вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. N. Çамрăксем хĕрсен куçне шăтарасла (шăтарас пек) вăкăр майлă пăхса лараççĕ. || N. Тен шăт шăтармалла та выляни.

пар

дать, давать, подавать, отдавать. Турун. Хуçа вара: çĕр тĕнкĕ парап пĕр çăмартине, тенĕ. Регули 509. Эс окçа та паман-ç халь мана. Ib. 450. Ман хамăн номай полинччĕ, (номай полсан) парăттăмччĕ. Ib. 676. Эс пани çĕмĕрлнĕ. Ib. 662. Эс панă окçа конта. Ib. 663. Эс панă окçана эп çохатрăм. Ib. 664. Атти мана панă лаша лайăх манăн. Ib. 312. Вăл мана окçа панă полсан, эп каяттăмччĕ. Ib. 1082. Çак утшăн çĕр сом парать вăл. Ib. 671. Мана паракан çын çавă. Ib. 320. Вăл мана окçа он чох парсаччĕ, эп кайсаттăмччĕ. Ib. 293. Окçа пор хошăра кисен, парăп сана. Ib. 1458. Эп итрĕм онтран, вăл мана пачĕ; при (= пĕри) килте, тепри вăрманта. Ачач 99. Мĕн юрать? парам акă сана пĕрре. N. Ним те парса кăларманшăн... N. Халĕ эсĕ кама парса ыр кăтартатăн. КС. Памаллах пар, совсем отдать. ЧС. Вара пур ачасене те икшер çăмарта парса тухат (раздает). Хурамал. Çырлаха пулин пар, турă. Кан. Сахал пачĕç, терĕ çуннă çынсенчен пĕри. Юрк. Эй, чунăм, эсĕ мана çурри чуна çурса париччен, пĕтĕм мулна парасăнччĕ, тет. ТММ. Аллупа пар та, урупа ут. Орау. Парсам, ан тилмĕрт çынна! Отдай, не томи человека! (Говорит жена мужу о другом человеке). Ib. Каймасп — парам эп сана, кахала. Ib. Пуç ыратать — парам эп сана. Сред. Юм. † Кайса кôрас теейсе, малтан хыпар патăмăр (известили). N. † Хура çĕр айне кĕмĕттĕм, хура çăрха парса юлăттăм. СТИК. Сассăна ан пар (не подавай голоса), анти шыраса çӳретĕр-ха, эпĕ ӳсĕрсен тин сиксе тух. (Говорят, когда ради шутки или всерьез спрячут кого-нибудь при приходе постороннего лица). Никит. Салтакран ним парса та йолмасть (не отстает), тет. Синерь. Икĕ ывăлне икĕ çĕре кĕтю пăхма панă (отдал в пастухи). N. Хăйĕн аслă ывăлне вĕренме çын патне панă (отдал на ученье). Ала 8°. Эсĕ пирĕн çуккине ăçтан парса çитерĕн. ||Сдавать. Ирч-к. Атăл параççĕ. Сдают Волгу. || Орау. Паян географипе экзамĕн патăм. || Выдавать замуж. Якейк. Арăм илес тесен те, парас çĕртен парас çок (не выдадут). || Принести в жертву. ЙФН. † Корак-касси хĕрĕсем, пирĕн пата пырасшăн, турра така панă, тет. (Туй юрри; насмешка). НАК. Тата киремете пама ял пуçне пĕрер вăкăр е така хатĕрлесе хураççĕ. || Бить, ударять. Кан. Шалта рояль клавишсем çине чышкăсемпе параççĕ, тулта вăрçаççĕ. Янбулат. Опăшки тăчĕ те, ачана ричакпа парать те парать, хытă хĕртрĕ ачана. Йӳç. такăнт. 17. Атте тухса кайнă чухне, лашана пĕр-иккĕ пачĕ те, кайăк пек тухса вĕçрĕç. N. Лайăх тăракан çыннах пычĕ те, хăлха чиккинчен пĕрре пачĕ (ударил по уху). || Copiam sui facere, marem ad se admittere. || Доносить, ябедничать, клеветать. N. Вара ун çннчен элек парса, ăна тимĕрлесе тĕрмене хуптарнă. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Толст. Ыран кил-ха, уйăрса парĕç (отроятся), эпĕ вара сана амине кăтартăп (матку пчелиную). Юрк. Сăрисене ĕçсе параканнисем, куркисем тĕпне укçа ярса, тепĕр хут сăра тултарса кĕрӳшне ĕçтереççĕ. Ib. Никăш пĕлсе каласа параканни çок. Орау. Апат çисан кайса пама пулать ăна. Ib. Чăмласах памалла-им тата? 1) Неужели ты не понимаешь? 2) Ешь, раз тебе дали. Эльбарус. Пĕр çын чопса пыра парать. Имен. Виç çол иртсен Елена Петр ятлă ача çоратса панă, а Фекла Нйколай ятлă ача çоратнă. N. Теçеткийĕ 40 тенкĕ тăрать те, сире катса паратпăр ĕнтĕ (сбавим); илĕр, илĕр! тесе кăçкăраççĕ. Чăв. ист. 31. Чăваш чĕлхи укăрпа финсенчен пуçланса кайнине ниепле те кăтартса пама пулас çук, тет. О земл. Тарăн çемçе сире (в слое) тырă тымарĕсем сарăларах параççĕ. N. Кĕлтĕне капан çине ывăтарах пар. Менча Ч. Утемĕш вăл хăй çынсене пит нуммай асаплантарнăран, хăй те: асапланарах патăр-ха, тесе часах тӳрлетмен, тет. Орау. Çиярах парăр (ешьте больше), çиярах парăр, каçсăр урăх апат мĕн пулас çук. Юрк. Вĕсем çавна курарах парасчĕ. Абыз. † Тухать и та тухмаçть-и, часрах туха парсассăн та, хĕреслĕ тенкĕ парас, тит. (Свад. п.). БАБ. Хыçалалла çаврăнса пăхатăп та, хам патăмрах пĕр темĕскерле, пăхма çук хăрушă, уна пекскер тăра парат. N. Вăл çапла лашине хăварса чупса пынине пĕр çын пăхса тăра панă (как раз видел), тет. Т. VII. Малти (человек) пĕр усăнса тăракан çаппа тытрĕ, тет те, кайри (человека) çине яра пачĕ (как пустит, в лесу), тет. ЧС. Эпĕ ăна куртăм та, хама калла килсе хĕнесрен хăраса, киле тара патăм. N. † Ташлăр, тантăшсем, симĕс шăрçа ярăмĕ пек; силленеех парăр-ха, сарă шăрçа ярăмĕ пек; саркаланса парăр-ха (= развернитесь-ка во всю, чтобы показать свое искусство в пляске. Хĕр йĕрри). Кан. Лач-касси ялне кăçал çула Яншихăв леçниччĕстви 81 ĕне Тăрмăш таччине ямалла туса пачĕ. ТХКА 38. Хамăр ĕçлемесен, пире çын ĕçлесе парас çук. N. Лучше эсĕ авланса ямалла та и пурăна памалла. N. Пристăнь çинчен пакаш йăтса та параççĕ, шыв та йăтса параççĕ, вутă та татса çурса параççĕ. Баран. 98. Çав хушăран эпĕ ăйха кая панă. ВС. Разум. КЧП. Эсир сĕтел хушшинче ĕçлерех паратăр çав. ТХКА 27. Асту, ӳке паран. N. Вĕсем каялла çавăрăннă та, тара панă. СТИК. Чупа панă (чупса çитнине чарăннине кăтартмаст; чупрăм карăм, чупрăм килтĕм, чупрăм çитрĕм — обозначает законченность действия). Альш. Лешсем урайне шурă кĕçе сарса хураççĕ, тет. Качаки варалать парать, тет, кеçине.

пыйтăлан

пыйтлан, овшивиться, завшиветь. Скотолеч. 27. Ĕне е вăкăр пыйтăланнă пулсан... N. Пыйтланса пурăнаççĕ. Живут во вшах. Собр. Çын, пыйтлансан, чирлет, теççĕ. Капк. Петюк пыйтланса кайнă, ăна та çырăр. || В перен. смысле. Сред. Юм. Мечĕлле вылянă (при игре в мяч) чох хоралра нăмайччин тăрсан: пыйтланнă, теççĕ.

пиçĕм

(-з'-), время для проварки. Изамб. Т. Çăмарта пиçĕм (= пиçĕмĕ). Ешке пиçĕм. Ib. Эп ун патне карăм та, пĕр çăмарта пиçĕм лартăм. Неверк. † Ах хăтаçăм (ят), хапхи умне çитсен, така пиçĕм тăратрĕ; картиш варрине кĕрсессĕн, вăкăр пиçĕм тăратрĕ.

аçа ывăлĕ

(ывы̆л’э̆), orbus matre, сирота (он) без матери. Альш. Çав вăкăр тухса кайрĕ аçа ывăлне, аçа ывăлĕнчен юта кайрĕ; çавăн йĕррипе тухрăмăр. Этот бык ушел к безматернему сыну, от безматернего сына — в чужие люди; по его следу мы и выехали. (Из «мăн кĕрӳ калакан сăмахсем»). Сред. Алг. † Шăвăçлăх тăрăх шыв юхат, алă çума юрамас; аçи ывăлĕнче хĕр нумай, ăна илме юрамас. По застрехе течет вода, но ею нельзя мыть руки; у безматерних сыновей дочерей много, но взять их замуж нельзя. Выражение аçа ывăлĕ значится и в записях СПВВ, но без обьяснения.

пусни

(-νиы), внутренности заколотого животного. Ау 39. Тияккăнсем пынине курсан, вăкăр пуснине шырать.

пăру

(пы̆ру), теленок. Шурăм-п. Вĕсем киле çитсессĕн, пăру хăваласа килчĕç те, пахчана улма пуçтарма чупрĕç. Якейк. † Эпĕр илнĕ чух: ултă пăру амăшĕ пулнă, терĕç. N. Сирĕн ĕне ертни? — Ертнĕ (обгулялась, стельная), или: сирĕн ĕнен пăрушши пур-и? N. Ĕне пăруларĕ, пăрушĕ тына пулчĕ. Ёково. Пăру сыхлатпăр. Мы пасем телят (мн. число). N. Унтан тата пăру çуралсан, пăру ыри (= ырри) тăватпăр, теççĕ; ăна ак çапла тăваççĕ: куймах пĕçереççĕ те, ăна вара пăру ыри теççĕ. Орау. Ах тур!... Мĕн так... Çулайман пăру темерĕн, çавне хирĕç пĕр сăмах та (сăмох то) уçса калаймарĕ. Скотолеч. 28. Çаксене тиркемесен, ĕне пăру пăрахма та пултарать, е пăруланă чухне пăрулаймасăр вилме пултарать. N. Пăрура апат çук, т. е. в человеке, смирном как теленок, нет толку. Трхбл. Эй ураланайман пăру! Эй ĕселенеймен пăру! Шибач. 1) Пошмак пăру — икĕ хĕл каçни (В Хорачка — пĕлтĕркки); 2) чопмалли пăру (случн.); 3) мăкăр пăру, тына пăру. КС. Кусмалли пăру, ертмелли пăру. N. Пăру вăкăр ертнĕ пусан, ĕнине сут.

пăсар

(пы̆зар), испускать ветры из живота, pedere. Ядр. Пăсармасан (вар. пăсармасăр) шăрш тохмасть. Соотв. русск. «без огня дыма не бывает». Никит. Пĕлмен туйинче пăсарнă. (Послов.). Сёт-к. Пĕр вăкăр хĕрĕх çĕртен пăсарать. (Молча кăмаки). Орау. Вăл пăсарсах ту тăвасшăн (= кăшт ĕçленипех тем пысăкĕш ĕç тăвасшăн).

пĕрер

по одному. НАК. Сана çитмĕл те çичĕ тĕслĕ тырăпа пуççапатпăр, пĕрер вăкăр паратпăр, пĕр пăтакка юсман паратпăр, çырлах. (Моленье Сĕмĕле в чӳк). N. Мана пилĕк хутчен хĕрĕхе пĕрер çитми çапрĕç. N. Çĕр те пĕрер, пин те пĕрер. || Приблизительно. Юрк. Пĕрер вунă çулă пурăннă пулсан, пирĕн ял пĕтĕмпех урăхла пулнă пулĕчĕçĕ. IЬ. Пĕрер пилĕкшер пус валеçет. N. Уйăхра пĕрер кĕрепенк тапак ярах тăрăр. О сохр. здор. Пăрçана пĕçериччен малтан, пĕрер куна яхăн, сивĕ шыв çине ярса шӳтерес пулать. Савруши. Пĕрер кун иртсен вара вăсем уездный хулана кайма пухăнаççĕ. Сред. Юм. Ман паян пĕрер пăт пик (приблизительно около пуда, может быть и меньше пуда, может быть и больше) салат илмеллечĕ. N. Çыру пĕрер канвертпе яр. Ст. Чек. Пĕрер суткаран тавăрăнмалла (через сутки-ли, как-ли). Шурăм-п. Сана чăрманнăшăн пĕрер тенкĕ парăттăмăрччĕ. N. Ан именсе тăр ĕнтĕ, лар, пĕрер курка та пусан ĕç ĕнтĕ. N. Çакăнпах иртсе каймасть-ха ку чир, пĕрер кунтан çынна каллах çĕнĕрен тытса пăрахса пĕр тавлăка йăхăн асаплантарать. Юрк. Ку çапла темиçе тапхăр юри эхлетсе, туллиех тултарса ĕçкеленине курсан, хуçи те хуйхăллăрах пулса: пысăк хăнам, ман валли те пĕрерне эхлетсе тултарса пар халĕ! тесе ыйтат, тет. Букв. 1886. Ай-ай, манăн çăвара пĕрер улми татăлса ӳкейинччĕ. || Какой-нибудь. Б. Аккоз. Пĕрер кун килсе (пырса) кай. Когда-нибудь зайди (к нам). N. Уйрăм-уйрăм пурăнаканскерсем пĕрер вырăна пухăна-пухăна ларнă. Кан. Пуштăсем час-часах пĕрер яла эрнере 2—3 каяс вырăнне пĕрре кăна каяççĕ. || Как-нибудь. N. Эсĕ ун патне пĕрер кайса кур.

пĕр çӳл

сразу? в один прием? Собр. Йăлхав вăкăр пĕр çӳл ĕçлет, теççĕ. (Послов.). [В «Сборн. чувашских пословиц, Чебокс. 1925 г.» автор к этой пословице (№ ЗЗО) сделал примечание: Это выражение непонятно. Перевод дан такой: Ленивый вол один год работает. Но в сноске автором же сделано примечание: Не значит ли здесь «пĕр çӳл» то же, что тат. «бир jулы» — сразу? В этом же сборнике под № 222 приведен вариант этой пословицы: Ӳркӳç вăкăр пĕр çул чĕкĕрнĕ. Перевод: Ленивый бычок дрищет сразу (в один прием). В сноске дано объяснение: Здесь «пĕр çул» = тат. «бир jулы». Тут же под № 223 имеется еще вариант этой пословицы: Ӳрхи мăкăр трук чĕкĕрнĕ. Перевод тот же, что пред. Ред.].

прула

отелиться. N. Ĕне пруларĕ, çав кон вăкăр турĕ. См. пăрула.

акала

(агала; аҕала, Пшкрт), arare aratro, quod „ака“ vel „ака-пуç“ appellatur. Пахать сабаном. Янш.-Норв. Çапла вĕсем вара ял йĕри-тавра акаласа каяççĕ. Таким образом оне проводят плугом борозду вокруг (всей) деревни. Чăвйпур. Çавăнтан кайран Йăвашка Ентĕрийĕсем акаланă та акаланă вара. После этого члены семейства Ивашкина Андрея знай себе пахали. Ст. Чек. Акаламан-сухаламан ана çинче çуралман кайăк чупса çӳрет. (Суеçтерни). По не вспаханному ни плугом, ни сохой загону бегает не родившийся заяц. (Загадка: ложь). || Тrans. Переносно. Такмак. Вăл вăкăр сăмсипе акаласа, хăлхипе акса, хӳрипе сӳресе, чĕрнипе çул туса тухнă. Этот бык носом вспахал; ушами посеял, хвостом заборонил, копытом дорогу проторил.

аллăшĕ

аллăш (аллы̆жэ̆, аллы̆ш), quinquaginta ex eorum numero, пятьдесят из них. Ст. Чек. Аллăшĕ те вăкăр пек. Все пятьдееят здоровы как быки. Ib. Аллăшне сутрăмăр. Пятьдесят из них мы продали.

алтаккин кунĕ

(к̚ун’э̆, — к̚он, без э̆, Абаш.; к̚он’, Хора-к.), Calendae Martiae (Eudoxiae dies), Евдокиин день. Н. Карм. Алтаккин кунĕ ирхине çил пулсассăн малтан пулакан тырра тăкать, теççĕ; каçпа çил пулсассăн кайран акнă тырра çил тăкать, теççĕ. Если в Евдокиин день (1 марта) случится ветер утром, то говорят, что осыплется от ветра более ранний хлеб; если же ветер поднимется вечером, то, то народному поверию, осыплется от ветра хлеб, посеянный позднее. N. Алтаккан (scr. Алтакин) кунĕ кĕçнерни кун килет. Евдокин день приходится в четверг. (Этот день помещен в одной рукописи в числе дней, празднуемых чувашами-язычниками Чистоп. у.). N. Алтаккин кун кăçал тумла юхмарĕ, хăяр пулас çук, лартасси те кăна çук. Нынче на Евдокин день не было капели с крыш: огурцов не будет, не стоит и сажать. N. Алтаккин кунĕ сивĕ пулсассăн çур сивĕ килет. Если в Евдокин день будет холодно, то, весна будет холодная. Сред. Юм. Алтаккинте (?) алтан ĕçмелĕх шыв тохать, тет. Полхавшшинче (?) вăкăр ĕçмелĕх тõхать, тет. Говорят, что на Евдокиин день выступает столько воды, что можно напиться петуху, а на Благовещенье — столько, что может напиться бык. Абаш. Алтаккин кон килтĕм. Я приехал на Евдокиин день. V. Отакким конĕ, Олтокки конĕ.

ама

(ама), femina animalium, самка. Ама сысна sive (или) сысна ами, porca, scropha, свинья самка; ама кушак, feles femina, кошка самка; ама йытă sive йытă ами (jыдами), canis femina, сука; ама кашкăр (кашкăр ами), lupa, волчица; ама тăрна, grus femina, журавлиха; ама çĕлен, anguis femina, самка змеиная. Йăпăлти пăру ик ама ĕмет, теççĕ ваттисем. Ласковое теля двух маток сосет. (Послов.). Т IV. Ама йыттăн малтанхи çурине ӳстерсен аслă ачана йăвăр пулат, теççĕ. Говорят, что если выкормишь щенка первого помета, то будет тяжело старшему ребенку (в семье). || Praeterea significat matrem. Также означает мать. V. анне. Ст. Чек. Ама сĕтĕне кĕменни вăкăр сĕтĕпе (i. q. сĕчĕпе) кĕрес çук. Вар. Ама сĕтпе кĕменне вăкăр сĕтĕпе кĕрес çук. То, чего не воспринял (вар. „в кого не вошло“) с молоком матери, не воспримешь и с бычачьим молоком. (Послов.). [араб сăмахĕсем] Сред. Юм. Ама пĕр те, аçа ăрасна. Мать одна, но разные отцы. Икĕ аманăн пилĕкшер ача, хăйсем пурте пĕр ятлă. У двух маток по пятеро детей, и всем одно имя. (Загадка: пальцы). Пĕр амаран çуралнă тăван, единоутробный (брат или сестра). ЧП. Çипер ача, сар ача сайра амаран çуралать. От редкой матери родятся красивые русые парни. Альш. † Пирĕн пек чипер ачасем сайра амаран çуралать. От редкой матери родятся такие красавцы, как мы. С. Мок. † Сирĕн пек, пирĕн пек ачасам сайра-пĕр амара (не амаран) çуралать. У редкой матери родятся такие красавцы, как вы и мы. || Санăн аму, сирĕн аму (надо бы: амăр), твоя мать, ваша мать, где во втором случае мы имсем дело с позднейшим явлением в языке. Срав. Истор. Ачамсем, эсир пурсăр та пĕр-тăван, аçăр та пĕр, амăр та пĕр. Дети мои, вы все друг другу кровные родные: у вас один отец и одна мать. Крат. раз. 19. Вениамин вăл Иосифпа пĕр амаран çуралнă. Вениамин и Иосиф были от одной матери. Чăвашсем. Тата амаран пĕр ыйăл ака пуçĕ тытса пырат. Кроме того, единственный сын матери правит плугом. V. Амăшĕ. || Rex apum. Пчелиная матка. || Praeterea numen quoddam significat, quod omnium rerum mater esse creditur. Также название богини, которая считается матерью всего мара. СПВВ. ИА. Ами. — Эй пĕтĕм тĕнчене çуратнă ама (ама)! Санран пулни пурте усăллă, пурте аван, çавăнпа сана эпир яланах тивĕçлипе чӳклетпĕр“. Мать. — „О мать, сотворившая всю вселенную! Все, что от тебя произошло, полезно и хорошо; поэтому мы всегда по должному приносим тебе жертвы. V. Магн., 62. Ами — самая старшая мать, Ib. 85. Ама (назв. божества Н. А. ). || Princeps lusorum. Матка (в игре). || Pars aratri. Часть плуга. V. ака. Eodem vocabulo etiam alia inanimata significantur, sicuti infra pluribus exemplis demonstrabimus. Иногда употребляется и о других предметах неодушевленных, что будет видно из примеров, приведенных ниже. V. ыраш амăшĕ.

каçансăр

без спины, без спинного хребта. || Яргуньк. Туп тупансăр, тупансăр, тулти вăкăр каçансăр. (Мăн килĕ). || Лентяй. СПВВ. МА. Ай, каçансăр, ĕçлеме ӳркенсе, киле таврăнмасăр çӳрет паян.

катари

далекий. КАЯ. Пĕр ăстарикĕ (один из стариков) халăхран кашни килтен укçа пухать те, катари пасара кайса, пĕр вăкăр илсе килет. Якейк. † Ати нӳхреп çич чалăш, çичĕ тĕслĕ сăри пор, катари хăни кайтăр, тет. Чăн катари эп анчах. Альш. † Катари çуртсене хуранташ турăм иртнĕ çӳренĕ чухне кĕмешкĕн. Кан. Пурăннă Шупашкартан çитмĕл те çичĕ çухрăм катарахри тĕнчере виçĕ тăван. || Рекеев. «Катари»-крайний, т. е. живущий на самом краю деревни.

киремет

(кирэмэт, к’ирэмэт’, Пшкрт: кєр’ємєт), киреметь (как свящ. место; от араб. кирамӓт). Охотн. Разные места около деревни и в самой деревне чуваш усеяны киреметями. Даже люди, близко стоящие к чувашам, часто ошибаются, понимая под слозом «киреметь» самих злых богов. «Киреметь», собственно, есть место, где пребывает злой дух, напр. дух какого-нибудь известного, некогда жившего на этом месте, чувашина, представляющего собою героя. У нас, напр., около деревни лежит прекрасное возвышенное пустсе место, имеющее форму полуострова, так как оно окружено с трех сторон двумя реками, соединяющимися в одну. На этом месте, помню, несколько лет тому назад росла старая, старая береза. Место около березы, а нередко и самую березу чуваши называют «утлас киремечĕ» — киреметь Утласа. По преданию чуваш, всем этим полуостровом владел когда-то богатый мужественный чувашин по именн Утлас. Находясь на высоком месте, откуда виднеется окрестность, и в то же время защищенном реками от нападения неприятелей, и владея домом с подземными кодами, ои умел всегда искусно и мужественно охранять себя и свое имущество от воров и разбойников и держать в страхе и покорности жителей нашей деревни. Утлас сам давным давно умер, но не умер его дух; он живет под березой, посаженной Утласом в своем саду. Дух его и теперь держит чуваш в страхе. Ни один чувашин не осмеливается выразить свою непочтительность к березе, где живет он, в противном случае дух Утласа наказывает его продолжительными телесными болезнями, для избавления от которых существует единственное средство — просить прощение в молении перед березою и зарыть в землю около нее медную монету, двухкопесчного или трехкопеечного достоинства. (Признаки жилища. Утласа до сего времени сохранились). «Киремети» имеют и другое происхождение. Место, где раньше совершали в продолжение столетий общественные моления высшим богам, нередко впоследствии были оставляемы, так как с течением времени условия жизни изменились, и чуваши, находя неудобным молиться на том месте, выбрали другое место для молений. Но уважение к прежнему месту молений сохраняется. Они и после изредка ходят туда молиться. Затем йомзи, затрудненные в обьяснении причины болезни чувашина, обращавшегося к ним за советом, говорили, что болезнь могла произойти лишь от неблагопристойного поведения его около известного места. Так постепенно чуваши приходили к убеждению, что на этом месте обитает злой бог, который и посылает нм болезни. Отсюда произошли новые «киремети» чуваш. Например, в нашей деревне, на берегу речки, есть место, куда собирались некогда для совершения общественных молений; оставлено было оно, по всей вероятности, когда поселились на противоположном берегу русские. Присутствие их мешало им молиться, так как те позволяли себе смеяться над их религиозными обрядами. Чуваши для молений выбрали другое место, а прежнее обратилось в «киреметь» (Авăр-кӳл киремечĕ). Сюда, в день совершения общественных млений, приходит старик, выбранный обществом, подметает небольшое место и, незаметно зарыв в землю медную монетку, отправляется домой. Этим выражается уважение к священному месту и память о молениях в старину своим высшим божествам. Чуваши чрезвычайно боятся киреметей и положительно разоряются на жертвоприношения им, особенно при продолжительной болезни. Дети еще с малолетства запугиваются «киреметью». Я помню, как нам было страшно проходить мимо «киремети»: мы опасались даже говорить между собою, чтобы как-нибудь не проронить оскорбительного для «киремети» слова. Как-то невольно слово застывало на языке. Никит. Киремет место — место, где приносят жертву киреметю. N. Ĕлĕк чăвашсем киремет патне укçа пăрахнă, халь нухрат пăрахаççĕ. Акă вăл мĕшĕн: халь киремет ашшĕ вилнĕ, теççĕ, аслă ывăлĕ уйăрлса тухнă, вăталăхĕ салтак(р)а, кĕçĕнан ухмах, теççĕ; çавăнпа ăна халĕ, укçа вырăнне нухратпа улталаççĕ. Собр. Умма татас вăхăт çитиччен, киремет патне умма татса еçсе пăрахсан, киремете аçа çапса çунтарса ярать, теççĕ. Çапла тусан та тармасан, сысна пуçĕ кайса чикеççĕ, тет те, вара тарать, теççĕ. N. Вăл мăн чӳк тенине киремет ăшăнче тумаççĕ, пĕр таса çерем çине тухса парне кӳреççĕ. Шурăм-п. Кунта ĕлĕк киремет пулнă, тет. N. Вăл киремет тени — йăри-тавра йăвăç; çав йăвăçсан йăри-тавра карта тытнă, çав карта ăшне пĕтĕм ватă çынсен (так!) пуçтарăнса кĕл-тăваççĕ. И. Тахтала. Киреметре ан вăрçăр, унта вăрçакан вилет. Никит. Çав киреметре час-часах çынсене киремет тытать. Начерт. 104. «Киремет» и «киреллĕ», место чувашского богослужения. Бгтр. † Пирĕн ял çине пăхсассăн, Шупашкарăн туйăнат, çак ял çине пăхсассăн, киреметĕн туйăнать. Панкми. Чĕке ту киремет, Мăн киремет, Çĕн киремет. Чăвашсем 13. Чăвашсем, килте пĕр-пĕр çын чирлесен, юмăç патне каяççĕ те, вăл вăсене мĕн-те-пулин каласа ярат. Е пĕр-пĕр ыр сăмах калат (киремете), ырă сăмах каласан вара часрах тума хăтленеççĕ. Хăш киремете, вăл юмăç мĕнпе чӳклеме калат: пăтăпа-и, хур-кăвакалпа-и. Пăтă юсманпа ак çапла тăваççĕ: пилĕк тиркĕлĕх юсман тăваççĕ те, унтан пăтă пĕçереççĕ; пиçсен вара, кайса хăш ырăсем каманине чӳклеççĕ. Пырсан, пăттине юсманне лартат та, асăнат: е пĕсмĕлле, тав тăватăп, пуççапатăп, çырлах, мана хĕнне асапне ан пар, тесе. Хамăр айванлăхне пуççапса каçарттарма килтĕм, çырлах, ан пăрах, тет. Çак сан таврашăнта ытлашши сăмах калаçнă пулин те, вылянă-кулнă пулин те. Çырлах, тунă кĕллĕме хапăл ил, эпĕ хуранлă пăттăмпа, тиркĕлĕ юсманăмпа асăнатăп, витĕнетĕп, мана (чит. ман) айван кĕллине хапăл ил, эпĕ хам айванлăхăмпа йăнăшрăм, çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр, тет. Вара виç хут ӳксе пуççапат та, тата укçа хурат вара, миçе пус та пулин. Ун пек киреметсем пирĕн çĕрте пилĕк тĕлте. Ак ăçта: пĕрремĕш — Шăхран тулĕнчи ырсем, вăл варман хĕрринче, çырмара, Киштек хирĕпе хамăр хир хушшинче; иккĕмĕш — Киштекри ырсем теççĕ, вăл çирма ялта, вăрман хĕрринче; виççĕмĕш киремет вăрмантан пăртак аяккарах, унта ĕлĕк пит шултăра вăрман пулнă, пит вăйлă вăрман пулнă, çĕмĕрт пит нумай пулнă; анчах вăл киремет пит хаярччĕ, тет, вăл; унта никам та пырса кĕреймесчĕ, тет; вăл вăрмана вара уделни вăхăтĕнче кирпĕç тума кастарнă, тет; ăна кастарма килекен старшина вара пĕр уйăхранах вилнĕ, тет. Тата пĕр Киштек вырăсĕ çав киремет тĕлĕнчен иртсе пынă чух, ун тĕлне çитсен, мăшкăлласа, ларса сыснă, тет те, хăй вара пĕр эрнеренех вилнĕ, тет; пит усалччĕ тет, çав киремет. Çавăнпа унтан халĕ те пит хăраççĕ. Халь анчах йывăç сахал юлнă ĕнтĕ: саккăр-и, тăххăр-и анчах юлнă ĕнтĕ. Тăваттăмĕш киремет — Тарăнварта, вăл Салмалав хирĕпе хамăр хир хушшинче. Пиллĕкмĕш киремет — Хула ăшĕнче, Ахтапана кайнă çĕрте, çӳлĕ çыран хĕрринче. Тата тепĕр киремет Кăнна урлă, Таяпа енче, тĕме çинче; унта пĕр хурăн ларат халĕ. Çак киреметсем пурте пĕр пек мар: хăшĕ ытларах та хаяр, хăшĕ аплах мар, тет. Тата хир-йĕнче, Раккассипе Елшел хушшинче, пĕр киремет пур, тет, çавна çитес хаяр киремет çук (такого злого киреметя, как он, нет), тет, вара. Ун тĕлĕнчен иртсе кайнă чух калаçма та юрамаст, тет, кулма та юрамаст, тет. Вăл киремет вырăнĕ çултан инçе мар, çултан çĕр хăлаç анчах, тĕме çинче, таврашĕнче йывăçсем ӳснĕ, çавăн енне çавăрăнса пăхма та юрамаст, тет. Пĕлтĕр пирĕн ялсем улатимир Аçтап(п)анĕ Миххайла праçникĕнче Раккассине йыхрава кайнă. Унта вăл ĕçкеленĕ, каç пулсан тин тухнă, хăй ӳсĕр пулнă; çав киремет тĕлне çитсен, аташнă вара, аташса çаврăнкаласа çӳресе шат супнă вара. Унтан çав киремет тĕми çине пырса кĕнĕ те, унтах лашине тăварса, çуни çумне кăкарса, выртнă вара. Вăл, çывăрсан, пит усал тĕлĕк курнă вара. Тухнă, тет, салтак çарри, пурте пăшалпа, тет, унтан кăна та шурă кĕпе-йĕм тăхăнтарса пăшал парса, салтакла вылятнă, тет. Унтан ирхине, тул çутăлсан, киле тавăрăннă вара; киле тавăрăнсан, мĕн пулнине пурне те каласа кăтартнă вара. Унтан вара хăй пĕр эрнеренех чирленĕ те, тăватă уйăх асапланса(н), вилчĕ вара. Нимскер туса та мая килмерĕ. Хăй виличченех пĕтĕмпе çĕрсе кайнă. Сред. Юм. Кашни киреметĕн хăйăн хуçи пôр, теççĕ. Çав хуçин çитĕнсе хĕр качча кайсан, çав хĕрĕн ô киремете хăйпе пĕрле илсе каяс пôлать, тет; хăйне илсе каймасан, киремет темле чирпе те чирлеттерет, тет, çав хĕре. Чирлесе аптрасан, хĕр вара киремете хăйпе пĕрле илсе каять, тет; ăна илсе каяс пôлсан, ак çапла тăваççĕ, тет: пĕчик пӳкçни (= пукане) тăваç, тет, тôтăр таткисĕнчен чӳркекелесе те: çак пӳкенипе пĕрле киремет пытăр, тесе, хăй качча кайнă яла илсе кайса, орам варрине пăрахса хăварать. Вара çав пӳкени пăрахса хăварнă çĕрте киремет полать, тет; он хуçи вара çав пӳкени илсе пыраканнисĕм полаççĕ, тет. Çапла вара пĕр киреметрен икĕ киремет полать, тет: пĕри çав ĕлĕк полнă çĕрте, тепри пӳкенипе илсе кайнă çĕрте. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççĕн (после моленья) киле кайма лай(ă)х мар, тесе, киреметсене кайса, укçа парахса кĕл-тусан, тин тавăрнаççĕ. М. Васильев № 3, 4. Çав хорама котне кайса янă çынна чăвашсем киремет тее пуçланă, киремет хăй çих полман-мĕн, онăн çемьи те полнă. Собр. Пуринчен ытла чăвашсем киремете пуççапаççĕ, ăна вăсем хурăнсенче, ăвăссенче, çеремсем çинче, е хурамасенче, юмансенче пурнать, теççĕ. Пĕр пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах: е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ, юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларат те, тути патне еçсе, тута тавра çавăркаласа: çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан: урăх киремет тытнă, теççĕ, вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманпа чӳклеççĕ. Шăматкун пасара пĕр икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илсе парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна, пăрахаççĕ. Вырсарникун çитсессĕн, ир ирех киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çисассăн, киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата тӳрлетеççĕ. Ib. Чăвашсем киремете туррăн шăллĕ (в ориг. «шăлĕ») теççĕ. Т. VI. 54. Тата ĕçленĕ чухне те: вăрçса те ятлаçса çӳретпĕр пулĕ, киреметсем, çырлахăр, тет, турамăшĕ! НАК. Сырлан киремечĕ, Хура-Кĕсрери киремет, Саланчăкри киремет, тăлăп ăшĕнчи киремет! Пурăр та çырлахăр, пиртен урăх ан ыйтăр; кама мĕн кирли аçăвăртан ыйтар (см. ,,сĕмĕле»), эпир ăна сирĕ(н) тӳпĕре те патăмăр (дали и на вашу долю). БАБ. Ахаль те пирĕн хирте киремет нуммай, мĕн пурĕ пилĕк киремет: Аслă киремет, Кĕçĕн киремет, Пулат киремечĕ, Явка ялĕ, пиллĕкĕмĕшĕ — çичĕ çырма пуçĕ. Ib. Вăл аннен ала тымарне тытрĕ те, калама пуçларĕ: а! сире тăшман киремет ячĕпе пăсса пĕтернĕ. Янш.-Норв. Йĕкĕр-чуллă, аçаллă-амаллă киремет! Карăш пурчĕ (чит. пурчĕ?) киремет, уй пуçĕ киремет, Алăк умĕ киремет, Кивĕ-çурчĕ киремет! пурăр та çырлахар, пиртен ытлашшине ан ыйтăр, мĕн кирлине аçăвăртан ыйтар, эпир ăна сирĕн валли те патăмăр. (Уй чук туни; молитва к киреметям). ЧС. Кăна, сирĕн ĕнене, киремет тытнă; пĕр кавакал памасăр çырлахас çук, тенĕ (сказала старуха-йомзя), N. Вăл туррине те, киреметне те ĕненмест. N. Киремет тытрĕ: алă-ура чист хутланса кĕчĕ (киремет прогневался и послал болезнь). Нюш-к. Вырăслайра пĕлтĕр пăру кĕтӳçне, пĕчик ачана, машшин курăннă, тет. Шуркут Ярмулли (ватă çын) уна илтсен: киремет вырăн шырать пуль, тет. Çавах мана кĕлел тавра иртнĕ çăвла ут кĕтӳ кĕтнĕ чух... (здесь пропуск). Халь киремет пĕр çынна та тытнине каламаççĕ çак, тесен ак çапла каларĕ: халĕ киремет йăвашланчĕ, ĕлĕк питĕ хаярччĕ; эпĕ унтан 2 сум вунă пус парса (пăрахса) аран хăтăлтăм, арăм чут вилсе каятьчĕ. М. Васильев. Киремет тесе, çынна тытса хутлакан турра (так!) каланă. Вăл пит усал пулнă; ăна, тул çăнăхĕнчен сар çупа çăрса, юсман туса панă. Шурăм-п. Атте мана шăппăн каларĕ: ку киремет мар, ку арçури; киремет вăл куçа курăнмаст (терĕ). N. Киремете парнене кӳрекен выльăхсем: хур, путек, така, вăкăр, тына тăваççĕ (приносят в жертву), урăх пĕр япала та тумаççĕ. Чхейп. Вара сымар выртакан çынĕ чĕрĕлсен: киреметсем çырла(х)хăрçĕ ĕнтĕ, тесе хĕпĕртенĕ; сымар çын çаплах чĕрĕлмесен, киреметсене тата ытларах тăрăшса тăва пуçланă. Татах сымар çын чĕрĕлмесен, каланă вара: çук, пирĕн киреметсене кам-та-пулсан пирĕн çиран (на нас) елеклерĕçĕ пуль, тенĕ, çавăнпа çырлахмаççĕ пире киреметсем, тенĕ. Курм. Киремете валли: пашалу, вĕтĕ йăва, пăтă пĕçерсе, турăшсене кутăн тăрса, алăк янаххисем çине, çтенасем çине, йĕркипе, çуртасем çутса, чăркуçланса ларса, пуçĕсене чиксе, темĕскер пăшăлтатса кĕл-тăватчĕç. Ib. Пирĕн аттесем киреметсене салат, хăмла, çпичкă, тата укçа пăрахатчĕç: на сана, киремет, сăра туса, ĕç-çи, савăн; малашне пире ан тив, тетчĕç. Байг. Тата манăн аттепе анне тĕрĕс чăн тĕнпе пурăннă: тĕрлĕрен киремете, хĕрт-сурта чӳк туман, тата юмăç патне те ăс ыйтма çӳремен. Ст. Чек. Киремет вăл аван улталанă, шур сухаллă старик пулса, çынсене курăнса вăл каланă: эсĕр мана çапла-çапла асăнсассăн, хĕн-хур ямăп, тенĕ; чир-чĕр ямăп, тенĕ, выльăх-чĕрлĕх-хĕре айăп тумăп, тенĕ; асăнмасан, хур туса пĕтерĕп, тенĕ. Иванова. Пирĕн ялти тĕне кĕмен чăвашсем: питĕ усал киремет, тесе, çаксене шутлаççĕ: Хăмăл ятлă киремете, çиçтĕпе, тата ял вĕçĕнчи пĕр пысăк хыра. Сюгал-Яуш. Ĕлĕк киремечĕ хут пĕлнĕ. Хут пĕлнĕ те, ăна нимĕнпе те улталайман, укçах (так!) парсах пынă. Вăл аччи-пăччисене (так!) хут вĕрентмен. Çавăн пирки, хĕç тимĕртен касса, тенкĕ пек туса пăрахсах улталаççĕ. Шинар-б. Пирĕн хамăр патра пĕр çыран хĕринче пĕр çӳлĕ ту пур, унта пурте: киремет пур, тесе, пуççапнă, укçасем пăрахнă. Халĕ ĕнтĕ пирĕн вăл киремет сăрчĕсене сухаласа пĕтерчĕç. Ăна пурте сухапама хăранă. Виçе кассинче пĕр Иван Гаврилыч ятлă çын пулнă, вăл вара çав киремет сăрчĕсене, йӳнĕ хакпа илсе, акса пурăннă. Çапла вара пирĕн патра киреметсене пĕтернĕ. Собр. Киремете вĕсем турăран те аслă, теççĕ. Чирлесен, ăна: е хур, е кăвакал памалла, теççĕ; хур та, кăвакал та памасан, вăл вилет, теççĕ, мĕшĕн тесен ăна киремет: нуммай вăхăт иртернĕ, тесе, вĕлерет, теççĕ. Юрк. † Çӳлĕ ту çинчи киремет, начарланнă шеремет; шурă такапа чӳк тусан, самайланнă киремет. Çĕнĕ ялсенĕн хĕрĕсем начарланнă шеремет, Кивĕ-ялăн каччисем, чуп-тусан, самайланнă шеремет. КАЯ. Çавăрăнсан-çавăрăнсан (хлеб при гадании), хай мăн килемей аннене укçа çине кăтартса каларĕ: пăх, кин, пăх, тулĕк сан куçа те курнать тем, укçа çине пĕр пĕчĕк улпут сиксе тухрĕ. Вăл улпут Сурăм киремеч ывăлĕ. Унăн çăварĕ кĕмĕл, чĕлхи ылттăн, кĕçĕн чĕлхи (uvula) пăхăр; вăл икĕ чĕлхе ак мĕн калать: Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ) ĕлĕк ман асаттене, вырăсла пулнă чух, пĕр тиха паман, халь çавăншăн ачине урнă йăтă туллаттартăм, ун ачи урса вилĕ!.. НТЧ. Хĕрлĕ çыр киреметĕнчен... N. Кайри (киремет?). N. Киремет пӳрчĕн никĕсĕ. См. Шĕнер киремечĕ, Рекеев III, 5, Магн. М. 121. || Приносимое в жертву киремети. Макка 53. Пирĕн ял патĕнчех хурăн çул пур, çав хурăн çул çинче киремет прахаççĕ. || Бранное обзывание. Ст. Чек. Ку киремет ста карĕ? Куда это он поехал? || Назв. местностей. НАК. Пĕрре кайăк хыççăн Хура Кĕсрери киреметре çӳренĕ чух, кӳлĕре пĕр кăвакал куртăм. Елаур. Киремет. Вăл Маликасси хыçĕнче, çӳлĕ ту айĕнче. Ĕлĕк унта киремете чӳк тунă. Унта малтан сĕм-тĕттĕм вăрман пулнă. Бел. Гора, Ст. Ганьк. Киремет, назв. урочища. Янших. Б. Пирĕн ял укăлчи тулашĕнче виçĕ хырă йывăççи пур. Çав хырăсем патĕнче ĕлĕк суя тĕнлĕ çынсем ку киремете пуççапнă, çавăнпа вăл вырăна Киремет, тенĕ. || Назв. оврага (тип çырма) около д. Дуваневой, б. Буинск. у. («унта ĕлĕк учук тăваччĕç»). || Назв. горы около д. В. Байгуловой, Козлов. р. Эпитеты «выртакан», «выртан», встречающиеся в названиях духов, повидимому, также свидетельствуют о том, что культ киреметей возник у чуваш из почитания умерших, слившегося впоследствии с культом мусульманских святых, на что указывают и сл. киремет, мăчавăр, мамале. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 270.

Ӳкĕс-пӳлек

(пӳл'эк), по-тат. Ӳгіз-kуаk, назв. урочища. Хурамал. Ӳкĕс-пӳлек. Унта тутарсем пĕр-пĕринне вăкăр вăрласа пуснă, çавăнпа вăрмана ят панă.

ӳркӳç

ленивый? Собр. Ӳркӳс вăкăр пĕр сӳл чĕкĕрнĕ. Ленивый бык продристывается в один раз (срв. тат. бір jулы̆).

ӳчӳк

(ӳζк), полевое моление с кровав. жертв. См. учук. Ст. Чек. Ака умĕн чӳкленĕ ӳчӳк, икĕ хуран шӳрпе(?), икĕ хуран пăтă пĕçереччĕç, пĕр çул вăкăр, пĕр çул тына пусаччĕç, виçĕ така пусаччĕç, пĕр хур. БАБ. Ӳчӳке каять. || Назв. урочища. N. Ӳчӳк, вăл пĕр пĕчĕкçĕ çĕрем, хамăртан пĕр çухрăмра. Унта ĕлĕк ӳчӳк тунă.

ăрулăх

племенной материал. Рук. календ. Прокоп. Вырăссем ĕне кĕтĕвĕ валлі ăрулăха юри ялĕпе е касăпа пĕр лайăх вăкăр илеççĕ. Русские для улучшения породы покупают всей деревней или околотком хорошего быка.

ĕне

(э̆н'э, э˜н'э), корова. См. ине, ĕнĕрле. N. Ĕне выртакан çĕре пӳрт лартсан, пӳрт ăшă пулать, тит; хур ларакан çĕре лартсан, сивĕ пулать, тит. Если поставишь избу на том месте, где лежала корова, то будет тепло; а если ― на том месте, где сидел гусь, то холодно. Ст. Чек. Ĕне пăрулать, пăру пăрахать. Альш. Ĕне кĕтес çумне пырса хыçаланат. НАК. Хĕрĕ (дочь его, невеста) ыр ĕнепе пĕрех, тет; ĕç таврашĕнчен арçынтан та юлас çук, тет. (Похвала невесте). Юрк. Сывлăхă пур чухне хытăрах ĕçле, ĕне пек ялан выртса ан тăр! Пока здоров, работай больше, не лежи как корова. Собр. Санăн уру çине ĕне пусайман-ха, теççĕ. (Так говорят человеку, который еще не знает и не понимает жизни). N. Сана ĕне посман. Т. М. Матв. Йăраланайман (неповоротливого) çынна «ĕне» теççĕ. В. Олг. Ĕне калят (кал'ат). К.-Кушки. Ĕне кавлет. Корова жует жвачку. Орау. Темĕскерле карттус (фуражку) тăхăннă, ĕне пăхĕ хунах (хунă+ах) чисти! (точно коровье дермо положил). Альш. Ĕне вăкăр ыйтать. Орау. Ĕне пăлан пек (хорошая, большая, красивая, здоровая). Зап. ВНО. Ĕнисем шыв ĕçнĕ чух, пăрушĕсем пăр çуласан та юрать, тет. Пока коровы пьют воду, телятам ладно и лед полизать. (Послов.). Орл. II. 228. Ĕни выртĕ, хӳри тăрĕ. (Загадка: кăнчăлаççи?). || Янгильд. Курм. у. Ĕне хĕсĕр полчĕ. Корова перестала доить. (Так сказал один о самоваре, в котором уже не осталось воды; в друг. гов. это знач.: «корова осталась яловой»).

ĕнĕрле

(э̆н'э̆рл'э), стонать, ныть. СШ. 154. Ан ĕнĕрлесе лар. Не ной. || Стонать. КС. Ĕнĕрлесе çыврать. Спит и стонет. Скотолеч. 29. Шăхчи пăсăлсан, вăкăр тăнă чухне ыратнипе мĕкĕрет (ĕнĕрлет). Ст. Чек. Йывăр пулĕ ĕнтĕ хăне, авă епле ĕнĕрлесе выртат (стонет). || Хныкать. Ст. Чек. Ан ĕнĕрле ĕнтĕ. Не хнычь. || Канючить. Сред. Юм. Мĕн ĕнĕрлесе тăран эс тăта ôнта? Что еще ты там канючишь? . Паян конĕпех ĕнĕрлесе çӳрет-хе; пĕр пырсан, котĕнчен тапса сиктереп те-ха кôна!.. Сегодня целый день канючит; вот рассержусь и дам ему пинка под задницу! . Мĕн ĕнĕрлесе çӳрен эс пĕр-май аму (= аннӳ) хыçĕнчен? аму мĕн тутăр ô сан пуç ыратнине (пĕчик ачасĕне калаççĕ). Что ты бегаешь, хныкая, за матерью? чем поможет мать твоей головной боли? (говорят ребятам). IЬ. Тем ĕнĕрлет паян, кăлт ĕçе те ко таранччин ĕçлет! Почему-то сегодня он канючит — делает ничтожную работу до сих пор!

ĕркĕш

боязливый (?), ленивый (?), Бгтр. Ĕркĕш вăкăр тăрук чĕçкĕрнĕ, тет. (Послов.).

ят

(jат), имя; название. Менча. Когда у чуваш родится ребенок, то, еще раньше, чем крестить его (шыва кӳртиччен), ему, заодно с бабушками-повитухами (эпи-карчăк), нарекают имя. Если не наречь имени, то это считается нехорошим, так как иначе имя ему наречет чорт (шуйттан). Как только наступит время родить, бабы приводят повитух, и тотчас по рождении дают ребенку имя. Если родится ребенок мужеского пола, то иного нарекают Упа, иного Юманкка, иного Тăхти, а иного Сатай. Все эти имена даются с суеверным соображением. Упа называют затем, чтобы ребенок был здоров как медведь и не болел; Юманкка — чтобы он был крепким и коренастым как дуб и не хворал; Тăхти ― чтобы он был живуч и чтобы племя его множилось и не вымирало; Сатай ― чтобы род его плодился и не исчезал. Что касается девочек, то некоторых из них называют Хĕрпик, других Силпик, иных Эрнук и Тунюк (scr. Тунӳк). Хĕрпик — название не суеверное; родилась девочка, ну и говорят: давай назовем ее Хĕрпик; имя Силпик ― дается с суеверным соображением (ăрăмласа хуни): дескать, Силпик будет жить в почете (сил) и уважении (чис). Эрнук называют тех, которые родятся в пятницу (эрне-кун), а Тунюк (scr. Тунӳк) — родившихся в понедельник (тунти-кун). Ача ят хуни. Тĕне кĕмен чăвашсем, çамрăк ача çуралсассăн, ача ят хума ни пуп патне, ни мулла патне каймаççĕ. Вĕсем (некрещ. чуваши) ача ятне ватă стариксем, ватă карчăксем, эпи-карчăксем, хурăнташсене, ратнисене пухса, хăйсем пĕлнĕ пек, ача мĕн кун çуралнă, çав кун ячĕпе е çав кун ячĕ евĕрлĕ ятпа, пĕр-пĕр святой ятне асăнса тунă праздник тĕлĕнче çуралнă пулсан, ачине те çавăн ячĕпе ят параççĕ. Ывăл ача пулсан, ак çапла хураççĕ: ачи шăмат-кун çуралнă пулсассăн, Шăмак ятлă хураççĕ; вырăсерни кун çуралнă пулсассăн, Вырăстай ятлă, Ванюк (чит. Ванюк) ятлă хураççĕ; тунтикун çуралнă пулсассăн, Тутирек ятлă, Тутиер ятлă, Тăхтаман ятлă хураççĕ. Хĕр ача çуралсассăн, унăн ятне те арçын ачинни пекех хураççĕ. Улăштарсан та, сайра улăштараççĕ. IЬ. Некрещеные чуваши, когда родится ребенок, не ходят, чтобы наречь ему имя, ни к попу, ни к мулле. Чтобы наречь имя ребенку, они созывают старых стариков и старых старух, повитух, родственников и сродников, и нарекают имя ребенку, как умеют сами — или по имени того дня, когда ребенок родился, или именем, подобным имени этого дня; а если он родится около праздника в честь какого-либо святого, то — по имени этого святого. Если родится мальчик, то нарекают так: если ребенок родился в субботу, то Шăмак; если родился в воскресенье (вырăс-эрни кун) — Вырăстай или Ванюк; если родился в понедельник, то Тутирек, Тутиер или Тăхтаман. Если родится девочка, то ее имя нарекают подобно имени мальчика. Если и меняют, то редко. Кроме того имени, они некоторых нарекают по имени родителей, родственников или рода (тата вĕсем хăшин-хăшин ятне ашшĕ-амăш ячĕ, хурăнташ-ăру ячĕ майлă эл йăх ячĕпе хураççĕ). Имена детям своим они нарекают (хураççĕ) тогда, когда вздумают. М. Рус. Ĕлĕкхи чăвашсем ачисĕм пурăнмантан хĕр-ачасене вĕçен-кайăк ячĕпе, ывăл ачасене ураллă кайăк ячĕпе ят хунă. Макка 212. Вăл ача ятне кун ячĕпе шыраса тупаççĕ; кун мĕн ятли пулать, ăна та çавăн майлăрах хураççĕ. Çапла пĕр кун ятне илер-ха: эрне-кун хĕр пулсан, Эрнепи ятлă хураççĕ; ытлари-кун пусан, Утлаш ятлă хураççĕ. Альш. «Имена часто даются в виде соображения относительно зажиточности: если человек с не очень нравящимся чувашам именем живет славно — тихо, зажиточно, смышленно, то это имя дается многим на селе». Т. М. Матв. Ятне хуман ача макăра пулать. (Япалана килĕшмесĕр илсе кайсан, тавар хуçи хаклă ыйтма пултарать, е ĕçе малтан килĕшмесĕр ĕçлесен, ĕçлекенни хаклăрах илесшĕн, ĕçлеттерекенни йӳнрех парасшăн — çак сăмаха çавăн чухне калаççĕ). Якейк. Пĕчĕк ачасам кошаксене, сорăхсене, пăрусене ят параççĕ. Пĕр ятпах хăш чохне сорăха та, пăрăва та кошака та чĕнеççĕ. Кĕтерин, Маркка, Веркка ятлă хораççĕ. Лашапа йăтăсен те хăш чохне пĕр ят полать, напр., Мальччăк ятлă йăтă та пор, лаша та пор. Суждение. Турă, рая пырсассăн, вĕсене ятран каласа чĕннĕ (звал по именам). Псалт. 146,4. Вăл вĕçĕмсĕр нумай çăлтăрсенĕн хисепне те пĕлсе тăрать, вĕсене пурне те ятран пĕлет. Мар. Егип. Зосима çав хăйне нихăçан та курман, нихăçан та пĕлмен арăм ятран чĕннине илтсессĕн, пит тĕлĕннĕ. Е. Ятран чĕне-чĕне кăлар. Альш. Чăвашсем ятран каламаççĕ. Ашшĕ-мĕн ячĕпе чĕнсессĕн, чăваш çиленет. Ашшĕ-амăшĕ ятлă çынна ячĕнчен чĕнмеççĕ: атте ятли, анне ятли теççĕ. Хăй ятлине аташ теççĕ. Пуринчен ытла кăна хĕр-арăмсем çапла тăваççĕ. Псалт. 108,21. Эй турăçăм, турăçăм, эсĕ маншăн хăвăн ятна тивĕçлине ту. Якейк. Аланмасăр порнатпăр, ватă ятне илтетпĕр (нас обзывают стариками). Посл. 179,11. Вăл сире хăвăра чĕнсе илнĕ ята тивĕçлĕ çынсем тутăр. Шурăм-п. № 21. Хăй ĕçсе пурăнать пулсан та, чăваш ятне унăн пек пăсмалла мар. Сала 50°. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, — унăн ятне кам пĕлмест? Что сокращ. жизнь. Рай пурăнăçĕ-çех пурăнăç ятне илтме тивĕçлĕ. Макка 110. † Чунăмăр тӳрă аллинче, ятăмăр патша умĕнче, пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шухăшăмăр атте-анне умĕнче. Сир. 41. Ухмах темесĕр мĕн ят парас ăна? Альш. Хальхи чăвашсем пайтахăшне мĕне кĕлтунине те пĕлмеççĕ, тет, ятне-кăна, пĕр пĕлмесĕр, калаççĕ тет. Собр. 339. † Пĕвĕр илемлĕ, сăнăр хитре, кам хунă-ши сирĕн ятă-ра? || Очередь по отбыванию воинской повинности. Б. Олг. Каþан, пичин салтак ячĕ тохсан (был объявлен рекрутом), пичин ик хĕр-ача пор-ччĕ. См. ят пар. || Назначение. Юрк. Укçа пулсан, пуштăпа яр. Анчах укçăна хам ятпа ан яр. Будут деньги, пошли почтой. Только не посылай на мое имя. N. Пĕр письмо (= çыру) янă-ччĕ сан ятпа. Одно письмо на твое имя было послано. || В выражении ячĕпе «от имени»... Хыпар № 9, 1906. Вĕсем кĕпĕрне ячĕпе суйласа яма 50 çын хушшинчен 8-9 çын-кăна суйласа ямалла. IЬ. № 8. Пирĕн те пĕтĕм чăваш халăхĕ ячĕпе пуху тума пулмĕ-ши? тетĕп эпĕ. || Цель. Хыпар № 46, 1906. Закона уççа парас ячĕпе Сенат çĕнĕ закон кăларчĕ. || Доброе имя, честь. Ч.П. Леш кассенĕн хĕрĕсем ашшĕ ятне ямалăх. Альш. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чис парĕç. Собр. 173°. † Атте-анне ячĕпе патшасем чĕнеççĕ хăнана. Янш.-Норв. † Аттем-аннем ячĕпе ырă çынсем чĕнеççĕ хăнана. С. Алг. † Ман туй килет шавласа, атте-анне ячĕпе. || Хорошая или плохая слава, молва. Ст. Чек. Ячĕ пысăк ĕнтĕ. Он уже прославился (в хорошем смысле). Альш. † Маттур-маттур хĕрсене ячĕпелен шыраççĕ. Якейк. † Çварни çони шуç котлă; шуçĕ йолать йор çине, ят сарăлать ял çине (слава идет по деревне). N. Ырă ят илт, выслушать (себе) похвалу, добрую славу. К.-Кушки. Пуян ячĕ çĕклесе, виçĕ пуспа ан виртле. Славясь богачем, не дразни тремя копейками. Ч.П. Ятăра пăсĕ. Ала 103°. † Ĕçес-çияс хуçаран, ыр ят тăвас хăнаран. Альш. Пурăнать вара салтак арăмĕ хуняшшĕ-хунямăшĕ аллинче; вĕсем ырă пулсан, ырă ят илтсе, вĕсем усал пулсан, усал ят илтсе. N. Халăха тытса тăракан каланă сăмахĕсем тăрăх ăслă çын ячĕ илет. N. Хаяр ята кӳрт. Сделать предметом осуждения. Бижб. † Чаплă хĕрĕн чап каят, начар хĕрĕн ят каят, тет. Юрк. † Çичĕ çул ямшăк çӳрерĕм, ямшăк ятне кăлараймарăм, çичĕ пушă аври хуçмарăм. Макка 36. Çак хамăр кас ачисем ят кăларма хăтланчĕç (хотели распустить дурную славу). IЬ. 173°. † Çинçе пӳме ӳстертĕм ятма ял çине ямарăм. IЬ. † 107°. Ялсем çинче ан мухтанăр, ятăр юлĕ ял çине. Лашман. † Çăпатана пăрахса, атă тăхăнтăм, пуснă йĕрсенчен вут тухтăр. Вучĕсем пĕр тухчăр, чулĕсем путчăр, матур йĕкĕт çинчен ят тухтăр. Сир. Ху çинчен элекçĕ ячĕ ан кăлар. Не приобретай славы клеветника. . Ик чĕлхелĕ çын çинчен яланах усал ят каять. || Брань, выговор. N. Хаяр ята кĕр. Подвергаться дерзкой брани. N. † Çамрăк пуççе чармасан, ваттисене ят тивет. Пус. Сĕм вăрманта вăрăм йывăç, çил тимесĕр пĕр кун лармĕ. (Салтака ят тивни). Сала 196°. Сулахай хулха янрасан, ят илтет. N. Лашисене хупмаççĕ, вăррисене хаяр ят; хĕрĕсене чармаççĕ — каччисене хаяр ят. Сятра. † Ах, пире ват ятлать! Ват çын ятне пăхсассăн, эпĕ пасара та тохас çок. Юрк. † Пĕр хĕр ясар пулсассăн, пур хĕр çине ят килет. Ала 89. Ача-пăча ятран-патакран пит хăрать. Дети очень боятся брани и побоев. Якейк. Мана порнма пит йăвăр: кашнă конах ят илтеп (слышу брань). Орау. Капла туса ят илтиччен, эпĕ луччă тепĕр çĕрте сăмахсăр пĕр пуссăр хырăма тăранмалла ĕçлем. Ч.П. Çавна тытса чуп-тусан, çамрăксене ят тивет (побранят). || Молва. БАБ. Ял çине ят карĕ, халăх çине хахать карĕ (из «такмак»; слух, молва). || Звание. Панклеи. Кăна илес мар, мĕн пуçлăх ятне илтес! Если этого не взять, то зачем и начальником называться! (Слова солдата. Сказка № 16.). Сир. 68. Тепĕр тус пур, тус ятне-кăна илсе тăрать. || Сословие. Хыпар № 13, 1906. Смоленск уясĕнче 32 çынтан — 18 дворян, 5 çын урăх ятран, 9 çын хура халăхран. || Для проформы. Ст. Чек. Çумăр ятне-кăна çăват. Только слава, что дождик (т. е. еле-еле накрапывает и т. п.). Хыпар № 42, 1906. Улпутсем вăл ĕçе панă укçана кĕсьене чикеççĕ. Ĕçĕн ятне анчах тăваççĕ. Календ. 1904. Хыт сухана пит кăйран тухаççĕ, иккĕмĕш хутне çавăнтах тăваççĕ, тата иккĕмĕш хутне ятне-кăна (анчах) тăваççĕ. Орау. Мур çĕвĕçи (этот чорт портной, этот негодный портной) сăхмана пăсса хăварчĕ. Майтансем (майданские) вăсем путлĕ çĕлеççĕ-и? ятне анчах туса çӳреççĕ вĕт! СТИК. Ятран-кăна тукаласа тунă. Сделано кое-как. . Ятран-кăна (ахальрен-кăна) шаккакаласа хунă. Кое-как сколочено. Иваново. Ачасĕм, эсир кунта вĕренсе тухрăр... Ячĕ-çеç ан пултăр; мĕн вĕреннине ан манăр, киле ан юлăр, епле-те-пуса ытти çĕре кайма тăрăшăр. Сред. Юм. Аптратнă мана текех: туса пар, тесе; ячĕ пȏлтăр, тесе, туса патăм. || Нарочитая цель, назначение. Иногда имеет оттенок послелога. Панклеи. Йăван хĕпĕртесе: килях, пичи, килях! тет. Ăсса тох-ха, арăм, пичи ячĕпе, тет.Макка 212. Леш укçине ачин ячĕпе каласа хураççĕ. Те деньги кладут в честь новорожденного. Аку 121°. Турăпа патша ячĕшĕн (ради или во славу). Шурăм-п. № 14. Мана та праçник ячĕпе (для праздника) ĕçтересшĕн. || Надельная душа. Ст. Ганьк. † Ял ялĕнче хĕр нумай, хĕр нумай та, ят сахал. Хамăр ялта хĕр сахал, пĕрне те мана памаççĕ. . † Хĕр сахал та, ят нумай, хăçан ӳссе çитĕç-ши? Изамб. Т. Ятран куланай пухаççĕ (по душам). О сохр. здор. 57. Пĕр ик-виç вĕлле пулсан, вĕсем (пчелы) пĕр ятăн çулталăк куланайне татмалăх ĕçлесе параççĕ. Макка 235°. Ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тиха или лаша илеççĕ. Альш. Тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он). Бес. о земл. Кашни пусса анана уйăрса, ятăн (по душам) валеçе пуçланă. N. Ятран (с души) куланай тӳлесси. Нюш-к. Ятпа уйăр, ятпа уйăрнă. Истор. Куланая ун чух çын тăрăх (ятран) тӳлемен, çĕр хисепĕпе тӳленĕ. Н. Шинкус. Вăл ӳчӳкне пирĕн ялсем пĕр вăкăр, пĕр тына, виçĕ сурăх параççĕ. Ӳчӳк çывăхара пуçласан, çав выльăх-чĕрлĕхсене илмешкĕн, тата кĕрпеçăнăх илмешкĕн, ят тăрăх мĕн чулшар-та-пусан укçа пухаççĕ. (Аслă ӳчӳк). Истор. Вăл, вырăс çĕрне хăйĕн çыннисене ярса, тепĕр хут ят хисеплеттернĕ. || Надел (земли) на душу или на едока. Цив. Манăн ят çĕрне те аттесем ĕçлесе порăнаççĕ. Мой надел земли обрабатывают мои домашние. Орау. Эсĕ мĕлле (или: мĕн) тăвашшăн: ятна парас-и, ай анан памалла-и? — çавна шут тума киле кил. Как ты хочешь сделать: сдать ли твой душевой надел с условием, чтобы исполнялись все повинности (арендатором), или сдавать в аренду позагонно (на год)? Приезжай решить этот вопрос. N. Çак вырсарни-кун ятне парассине нимĕн те калаçмарĕç. В минувшее воскресенье относительно сдачи земли в аренду ничего не говорили. N. Эсĕ пĕр ятпала та пит пуян. Ты и с одним душевым наделом живешь богато. Юрк. Ана-çарансене ят çинчисене-кăна мар, тара та иле пуçлат. Не довольствуется надельными полевыми угодьями и лугами, а начинает и арендовать. . Миките Микулайĕ, ачисем ята кĕриччен (пока дети не получили надела), çапла пит тертленсе пурăнат. . Миките Микулайне йышлă çемьепе, пĕр ят çинчи ани-çаранĕсемпе-кăна (с одним душевым наделом) тăранса пурăнма пит йывăр пулнă. Шурăм-п. № 18. Виçĕм-çул, халăх çĕр уйăрнă чухне, ята кĕресшĕн хыпаланчĕç (спешили получить надел земли). Изамб. Т. Старик ячĕ тухсан, тепле пурăнăпăр вара. Если надел моего умершего мужа отберут в общество, то как мы будем жить? Альш. Пур унта хăшĕ-хăшĕ, унтан-кунтан ят пуçтарнисем: çирĕмшер-вăтăршар ятлă. . Утă Чăнлă улăхĕнче ят пайне пĕр виç купа тивет, теççĕ, Элшелсен, утă пулнă çулсенче. «Ят пайĕ утă» тиекенни, унти утă, чăн лайăх утă вăл. Ч.С. Ятлă çынсем кашни килĕрен ят тăрăх çăмартапа çăкăр пуçтарса çӳреççĕ. (Во время «хĕр-аки»). Чув. календ. 1910. Пирĕн хура халăх йышлăланнă-çемĕн йышлăланса пырать, çавăнпа ят çĕрĕ сахалланнă-çемĕн сахалланса пырать. || Подушное. Изванк. Темиçе ят пама пар. Увеличь число мужчин в семье. (Из моленья).

ерт

понуд. ф. от ер. Собр. Ула-куракпа чакак тус пулĕç, хура-курака ертмĕç, теççĕ. Ворона с сорокой будут друзьями, но грача в свою компанию не возьмут. (Послов). Юрк. Таса мар алă-шăлли куçа чир анчах ертсе тăрат (заражает). Симб. Ваççук ятлă юлташ хăйсен кӳршинне кишĕр вăрлама ертсе карĕ (повел меня). О заступл. Тарçă вĕсене ертнĕ те, вăрмана илсе тухса кайнă (повел их). N. Вăл хăйпе пĕрле арăмне тата хăй хурăнташне ертрĕ те, кĕреçесем илсе, çарана кайрĕ. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ (= кĕтĕвĕ) тохса кайнă чохне, хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм (пустил в стадо). Орау. Пĕре мулча (мул'џ̌а) кĕрсе ертсе килнĕ-ччĕ (притащил), унтанпа пыйтă тавраш курман. Сиктер. Лаша хыççăн (за лошадью) тиха ертме парăсăн-ччĕ. (Моленье). Альш. Пĕр вырăспа ертсе ярать вĕсене. Сир. 169. Хăй вĕсене мачча çине ертсе улăхнă (проводила их на чердак). || Заставить бегать за собою (о животных и человеке). N. Вăкăр ĕне хыççăн чупать, пашпăртне валать (odoratur pudenda); пирĕн ĕне вăкăр ертнĕ (хăй хыççăн чуптарать). Орау. Пирĕн ĕне ертет нихак-ха, слав пух. IЬ. Ĕне ертни (со времени случки) пĕр-ик ĕрне пур нихак ĕнтĕ. Якейк. Çак хăтайăн хĕрĕ пор, ялта ертмен ача çок (в непристойном см.). Кан. 1927, № 234. Ĕне пĕтĕ е хĕсĕррине вăкăр ертни виçĕ эрне иртсен тин пĕлме пулать. IЬ. Вăкăр ертичченхин пек мар, лăпкă çӳреме пуçлать.

йыш

(jыш), хозяин. К.-Кушки. Çав çĕр йышĕ вилнĕ. Собр. Вăкăр йышне пуçĕ çук, теççĕ. (Послов.). Янш.-Норв. Вăл укçасене (принесенные людьми, больными глазами и чирьями, для умилостивления духа) кĕлет йышĕ пуçтарать те, кашни уйăхра тен (= тенĕ) пекех, тӳркĕллине чӳк тăват (духу тӳркĕлли, живущему в клети). Хурамал. Хăна-кил йыши ăна ыраш пăтти пĕçерсе çитернĕ. Собр. Йытти йышне палламасть, теççĕ. (Послов.). N. Йыши йыттине палламан пек пулат, теççĕ. (Послов.). Тоскаево. Тăрансан, йытти йышне тапăнат, теççĕ. (Послов.). Изамб. Т. Ку лаша йышĕ паллă мар. || Жених. Изамб. Т. Йыш тухĕ-ха. Жених найдется. . Старик (муж) вилсен, киле кӳртес, тесе, калаçтаркаларăм та, йыш тупăнмарĕ (не нашлось жениха). || Муж. Изамб. Т. Халĕ ĕнтĕ йыш çинчен шухăшлама та çылăх: ватăлтăм ĕнтĕ. Хĕрĕхе пусап та... Теперь уж грех и думать о муже ― состарилась, мне уж сороковой год.

юмăç пăх

гадать. КС. Ст. Яха-к. Мĕн пыраканĕ пурте пирвай, инкен аллине тытса, юмăç пăхаççĕ. Вĕсем, хĕвĕнен çăкăр хыттине туртса кăларса, йĕп тăрне тăрăнтараççĕ, тата чĕрçине пĕр хуран ывăсси хураççĕ. Вĕсем, çав çăкăр хыттине йĕп тăрăнче суллантариччен, çăкăр хыттине тута таврала, тем каласа, çавăраççĕ. Кирек хăш юмăç та, эпĕ курнисем, çăкăр хыттине йĕп тăрăнче суллантарнă чухне, калаççĕ: çак кине Сурăм киремеч тытнă пулсан, çăкăрпа йĕп пĕç тăрăх суллан; унтан мар пулсан, урлă та пирлĕ суллан, теççĕ. Суллансан-суллансан, çăкăр хытти тапах чарăнмасан: çук, кунтан мар-ха, теççĕ. Микушк. Юмăçă юмăç пăхать. Вăл çăкăр татăкне йĕппе тăхăнтарать те, сулласа ларать. Чирлĕ çын ун патĕнче пăхса ларать. Вăл вара, пăхсассăн: чирлĕ çынна çав тӳрĕ (дух) лекмен-и? тесе, ыйтать. — Çав тӳрĕ лекнĕ пусан (= пулсан), яр кай, тет. Яр каймасан, тата сулласа ларать Тепĕр тӳрĕ лекмен-и? тет. Вăл тӳрĕ лекнĕ пусан, яр кай, тет. Мĕн ыйтать? тесе, сулласа ларать. — Çунатлă ыйтать-и? пăтă-юсман ыйтать-и? тет. Пăтă-юсманнах юрать, тет. Тăрсан-тăрсан: юрамасть, тет. Тата шалалла каять пулĕ-ха вăл: вăкăр-тына ыйтмасть-ши вăл? тет. Сулласан-сулласан, тупать вара мĕн пусмаллине. Вара вăл мĕн хушнă, çавна пусаççĕ. Пуснă чухне, урине, пуçне çăвать те, урайне ярать. — Силленет-и? тесе, кĕтсе тăрать. Силленсен, пусса çияççĕ; силленмесен, ăна ярса, тепрĕне (= тепĕрине) тытаççĕ. Вăл силленсен: килĕшрĕ, тесе, пусса, çияççĕ. Юмăçă хушсан, лашана хĕрхенмеççĕ, пусаççĕ. Хăйин(хăйĕн) çук пусан, сутăн та пулин илсе пусаççĕ.

лĕчĕр

(лэ̆ζ’э̆р), подр. быстрому опусканию от слабости. Рак. Меçник вăкăра ĕнсе çинчен тăрăнтарчĕ те çĕççипе, вăкăр лĕчĕрех кукленсе анчĕ (сразу ослаб и опустился).

майĕн

в (известном) состоянии. Срв. халлĕн. О земл. Анчах типнĕ-типмен майĕн çĕр нумайччен выртмасть. Çавăнпа çĕр ĕçлекенĕн, кирек камăн та, çав вăхăта сисме тăрăшас пулать || По пути. Кан. Вăкăр çисе тăрансан, килелле майĕн пыратăн (-п?) ĕнтĕ.

макăр

(магы̆р), плакать, рыдать, {{anchor|DdeLink24721091272258}} „реветь“. Беседы. Çапла каласанах, вăл макăрса яра панă, вара пĕтĕм çул тăрăшшипе макăрса, уласа пынă. N. Мана курсаннах, вĕсем пурте макăрса ячĕç (заплакали). ЧС. Анне куçне те уçимаçт — макрать. Тогаево. Эпир он патне çитрĕмĕр те, вăл пире корса, хĕпĕртесе, макăрса яра пачĕ. Чураль-к. Кайнă чух макăрса каять, килнĕ чух хăсса килет. (Витрепе шыв патне кайни). Регули 227. Старик макра-макра (с плачем) исе карĕ. Ib. 263. Макăрмасăр каларĕ. Ib. 151. Макăрнăран он куçĕ хĕрелне. N. Йăван макăра-макăрах (со слезами; по построению срв. хăра-хăрах) шăтăк патне (к могиле) кайнă. Шинар-п. Пирĕн аппасем макра-макра япаласем çуртран калараççĕ. Б. Хирлепы. † Якку еркĕн-çичĕ еркĕн, çичĕ еркĕн те хыт макрать. N. Кăшкăрса макрать, çуйăхса макрать (тонко, пронзительно, о женщине и ребенке); уласа макрать, ĕсеклесе макрать; вилес пек макрать (самый сильный плач). || Мычать, блеять. Изамб. Т. Ĕне, сурăх, качака макăрать, вăкăр мĕкĕрет. N. Сурăх, качака макăрать. Сред. Юм. Ĕне макрать, сôрăх макрать. Синьял. Çеçен хирте ула ĕне макăрса çӳрет. (Тĕклĕ-тура). || Квакать. Альш. † Шурта шапа макăрат, хирте çĕлен шăхăрат. С. Тим. † Шурта шапа макăрат, пĕтĕм шура ян ярат. || Каркать. Чув. пр. о пог. 248. Ула курак хĕвел тухăçĕ енелле пăхса макăрсан.. (если ворона каркает, смотря на восток...). Собр. Чашкă айĕнче чакак макрать. (Лаша ури айĕнчи юр). || Мяукать (кошка). || Выть. Б. Ильгыши. Йăтă хырăмĕ выçнипа вăрман тăрăх макăрса çӳренĕ, тет. С. Айб. † Çӳл ту çинче сăсар макăрать, тин çуралнă ача сасси пек. || Скулить (о собаке). В. Олг., КС. || О пчелиной матке. Торх. Ама макрать (макрат'). Матка поёт (сидя в маточнике; она уже созрела и готова к выходу из маточника). АПП. † Хурт ами макрать, ай, пыл çукран. || Скрипеть (о телеге). Собр. Урапана çу сĕрмесен, макрат, теççĕ. (Послов.).

мереке

(мэрэгэ), нечто забавное. Альш. † Мелке çинче мереке, пирĕн умра кĕреке. N. Емпӳ вăкăр тирĕпе тата лашапа куланай пухни халĕ пире мереке туйăнать. СПВВ. Ак мереке!

мăйрака

(мы̆jрага), рог. Изамб. Т. Ст. Шаймурз. Çĕнĕ-çыннан çавăнтах çамкине темĕн пысăкăш майрака ӳссе тухать. НИП. Вăкăр мăйракипе тăпра чават та, тăпри хăй çине ӳкет. (Послов.). Кан. Сылтăм мăйракинчен çавăрса илсе, шанкăрав çакса янă. N. Эпĕ, ăна кĕрсен (когда опамятовался), пуçа тытса пăхрăм та, ман çамка çинче мăйрака пек шыçса ларнă (т. е. вскочила шишка). Чĕр. чун. яп. й. к. пур. 18. Унăн (у черепахи) кĕлетки пур енчен те мăйрака йышши япалапа витĕннĕ. || Стручок ceratonia. Мусирм. † Хура-хура, тиеççĕ,— мăйрака хури çапнă ăна („говорят с любовью“). || Хохолок у птиц. Изамб. Т. Тетерлĕкĕн (у пигалицы) мăйраки пур. || Рожки на переду саней. КС. Мăйрака, рожки у саней. Сред. Юм. Çôна мăйраки. || (Всякая) улитка. Н. -Троицкое. || Рог у пузыря (муз. инстр.). Нюш-к. Шăпăр мăйраки (или: какри). || ЧС. Хура-мăйрака, стручки ceratjnia siliqua, рожки.

мăкăр

(мы̆гы̆р, мŏгŏр, в Пшкрт: мы̆ҕы̆р), бык. СПВВ. ЛИ. Макăр-вăкăр. Абаш. Ĕнене мăкăр кăтартрăмăр (случили). Вомбу-к. Мăкăр ашĕ, бычатина. Якейк. Çĕр çич мăкăр çинче тăрат. Рус. Мăкарĕ хăш тĕлтре? — Кӳппе кайса вилнĕ-çке (= кӳпĕнсе). || См. мăкăрла.

мăкла

(мы̆кла), комолый. Пшкрт. Трхбл. Мăкла вăкăр сĕкет. Н. Карм. Мăкла така (= мăйракасăр). Шибач.: мŏкла. Пшкрт: падаҕа мы̆клан шӧ̆ртсэдэ̆н (не остро).

мĕкĕр

(мэ̆гэ̆р, мӧ̆гӧ̆р), мычать, реветь, рычать. КС. Ĕне, вăкăр мĕкĕрет (ревет, а макăрать, мычит). Вомбу-к. Мăкăр мĕкĕрет; ĕне мĕкĕрет. Изамб. Т. Вăкăр мĕкĕрет. Букв. 1886. Ĕнесем мĕкĕретчĕç, çамрăк путексем макăратьчĕç. Изамб. Т. Кĕлечĕ те пĕчĕккĕ мар, икĕ кĕтессине арăслан кăкарсан, вĕсем мĕкĕрни илтĕнмест. N. Упа йĕртен тухман, вăл унта хăрушă сасăпа мĕкĕрсе çӳренĕ. Н. Лебеж. Упи мĕкĕрĕ, çăмĕ тăкăнĕ. (Çăнăх авăртни). Ст. Чек. Мĕкĕрсе йĕрет. Ib. Ан мĕкĕр, теççĕ сасăпа йĕрекен ачана. Шурăм-п. Ытти тăванĕсем эрех ĕçсе мĕкĕрсе çеç çӳреççĕ. Ст. Чек. Вара пĕлĕт вуник сутка мĕкĕрсе хăпарнă. Баран. 87. Çил мĕкĕрсе улать, калăн: чунлă, тесе.

йăвалан

кататься (напр по земле), валяться; катиться. N. † Çатан урлă сикрĕм-каçрăм ― атă тăхăнтăм; йăвалантăм-кайрăм (покатился) ― халат тăхăнтăм; алăпа хыпаласа пăхрăм — пурнелĕ перчетке тăхăнтăм. Ч. С. Пĕрре пирĕн çав лаша пĕр кун кунĕпех ним те çимерĕ, ялан йăваланса, урипе çĕре чавса выртрĕ (все валялась и била ногами землю). Ib. Пуринчен ытла амăшĕ: йăваланса (катаясь), уласа, выльăх пек кăшкăрса (=уласа), темĕскерсем кала-кала йĕрет. N. † Леш аяккинчи пĕрене йăваланат йĕпене: ку аяккинчи пĕрене йăваланат уяра. Собр. 22°. Йăтă йăвалансан, тăман тухат, теççĕ. Альш. Йытă йăвалансан, тăман çăват, тет. Чув. прим. о пог. 223. Тиха пит йăвалансан (выллясан), йĕпе пулать. Если жеребенок очень много валяется (играет) — к дождю. N. Лаша ура йăрисем (= йĕррисем), вăл йăваланнисем лайăхах курăнса выртаççĕ. Орау. Пĕренесене шыв илнĕ, шывра йăваланса çӳреççĕ. Бревна залило водою; они валяются в воде (так говорят о круглых предметах). Сред. Юм. Йăваланса йĕрет. Плачет в отчаянии (катаясь по земле). Çутталла. 68 Чĕрĕп çурăмĕ çине выртать те, тек типĕ çулçăсем çинче йăваланса çӳрет. Çулçăсем йĕпписем çине тăрăнса тулаççĕ. Чуратч. Улăхса çите пуçланăччĕ, çак ачан хальхи (= хайхи) кăкшăмĕ йăваланса шывах анса карĕ (скатился). Капк. 1928, № 18. Те лупас айĕнчи тин туса хунă чĕрĕ кирпĕçсем çинче йăваланнипе айăпа кĕнĕ. N. Çак çынсем ан паллаччăр, тесе, пĕре йăваланчĕ те, вăкăр пулса тăчĕ (обратился в быка), тет. Эльбарус. Эпĕ çав çырманалла хыттăн ĕнесене хăваласа чопса аннă чохне, чăнкă пиркипе, чикеленсе, йăваланса, çохăрса анчах çырма тĕпнелле анса карăм. Ib. Пĕр шĕвĕр патак тĕл полса, таçтан шăтарса пăрахать поль, тесе анчах йăваланса анатăп. Я скатываюсь, а сам всё боюсь, как бы не наткнуться на какую-нибудь острую палку. Б. Яныши. Ним тума пĕлмесĕр, салтак, хĕресне хуçса, пăшал ăшне ярса, пăшалне пере панă, тет; ĕни йăваланса кайнă (покатилась), тет. Чаганар. Çав сехетрех лаша каял(л)а тапса ячĕ те, çавăнтах кашкăр йăваланса карĕ, тет. || Копошиться. Пытьă (= пыйтă) хорт пак йăваланать, тит. || Шурăм-п. № 23. Вырăсĕ тахçанах иртсе кайнă, эпир тин йăваланса тухатпăр(как бы «выползаем»).

вĕкĕр

то же, что мĕкĕр, реветь. Полтава 111. Выçă саспа вĕкĕрме («голодный рев»). Абыз. Çырма тăрăх вăкăр вĕкĕрсе анать. (Тĕкĕл-тура).

йăх

(jы̆х) одлодотворять; Ifutuere.Тюрл. Кам ... нă осĕнĕ? Quis futuit cas? N. Кус-ха, çавна кайса ... пĕрре, сан пек сарă ачсем пулччĕр (= пулччăр). Ib. Манăн çавна ... ассăм килет. Хăйсем арлă-арăмлă пурăнаççĕ, темĕшĕн йăхаймаççĕ: те упăшкинче айăп пур, те арăмĕнче. Арамĕнче пулсан, вăкăр (т. е. ют арçын) ярса, пăхмалла. Вăл урăх качча кайсан тин палăрат. || Oriri, concipi. Альш. Камран йăхнă çынсем вĕсем? От кого они получили происхождение? Г. Т. Тимоф. Сомн. ? || Оплодотворяться. Изамб. Т. Пĕрре ярупах кĕсре йăхăрĕ. Кобыла понесла с одной случки. N. Тăвасса турăмăр та, яхмарĕ (ачи пулмарĕ).

йĕр

(jэ̆р), след. Альш. Тӳн-тӳрĕ йĕр хывать (против. кукăр-макăр çул тăват“). Прокладывает прямой след. Регули 1285. Йĕрпе топрăм сире. Я нашел вас по следу. Изамб. Т. Ваçлей, йĕрпе кайса, лашине çавăтса килнĕ. Василий пошел по следам своей лошади и привел ее. Ч. К. Ырă ут килет ыткăнса, ырă урхамах йĕрĕпе. N. † Лап-лап çерем лап çерем, лан çеремрен шыв юхат; йĕрне йĕрлес терĕм те, тарăн курăк тĕнĕнче. Хĕрлĕ Урал № 10, 1921. Арăм пырса çитнĕ çĕре Купис Кĕркури патĕнче сурăхсем йĕрĕ те çук. Орау. Вăсам патне йĕр пынă. К ним привели следы (при краже). N. Патша, хĕрĕ йĕрсĕр (бесследно) çетнине пĕлсен, питĕ хуйхăра пуçланă. Ч. П. Хура сăсар тухнă, йĕр тунă (проложила след). Б. Янгильд. Çак пĕчик мулкачă йĕри сăрт çуммипе каят. Следы этого, маленького зайчика идут вдожь горы. || Переносно. Ст. Чек. Пĕрев упăшки вăрă, арăмне те вăрлама вĕрентет: арăмне хăй йĕрнĕ пустарат (заставляет жену следовать своему примеру). Собр. 32°. Усалăн йĕрне ан пус, теççĕ. С. Акă çавах хам йĕре ӳкертĕм! || Линия, черта. Альш. Хĕрĕ-каччи, пĕр йĕре тăрса (встав в одну прямую линию), урама урлă шăнăçаймасан, ик-виç ĕрет пулса, пĕр ĕрет хыçĕнчен тепĕр ĕрет, пыраççĕ (идут в хороводе). N. Шыва чул пăрахрăм та, шыв йĕри-тавра йĕр-йĕр туса картланса кайрĕ. Кинул в воду камень, и в воде образовались круги. || Полоса. Кивĕ-ял. Йĕр — полоса, напр., семян, насыпанных на столе. СТИК. Йĕр-йĕр тăрăх («говорят про полосатую рубашку»). Орау. Çурăмĕ тăршшипех, пĕр ал-лапки сарлакăш, кăвак йĕр анать. По всей спине (на теле) идет синяя полоса шириною е ладонь. Ib. Йĕр-йĕр хĕрлĕ (с тонкими красн. полосами) кĕпе-йĕм. Ib. Тутарсем йĕм(ĕ)сене йĕр-йĕр хĕрлĕ япаларан çĕлеççĕ. Ib. Такăш пушăпа тивернĕ пек, çамки урлах хĕрлĕ йĕр выртать (или: каçать). || Строка (в лапте). Сред. Юм. Çăпатан пĕр йĕр тальчĕ (= татăлчĕ), халех тăпăлса тôхать ак. Одно лыко (у лаптя) износилось, скоро и другие износятся. || Тропа. Юрк. Карташне тăманпала юр тулнă, выльăхсене çӳреме йĕр çук (нет тропочки для скотины). N. Çав вăкăр мăйракипе йĕр турĕ, тет, чĕрни вĕçĕпе çул турĕ, тет. (Такмак). Кĕвĕсем. Анкартисем хыçĕнчен епĕ йĕрсем хыврăм, Раштав тăманĕсем пытарчĕç. Буглульм.? Евчĕ килне йĕр хуçĕ (бык). || Строка (в книге). Белая Гора. † Аттеçĕм ларать-çке сарă тенкелли çинче, илнĕ аллине хăйĕн кĕнекине; пĕр йĕрне вулать, хал те макăрать. || Надрез. Юрк. Касса йĕр тусан, кĕпине çурса илеçсĕ. ||. Б. Олг. Йĕрне çĕтер (у КС. — йĕрне çĕттер), привести в беспорядок. См. йохăн. Основание, причина. Б. Олг. Пăхнă вăл çа теляна (делянку), пĕлнĕ; çа пĕлнĕ йĕрпе, она исе прахрĕ, туат çĕр çитмĕл пилĕк тенкĕ парчĕ. Б. Олг. Мĕн йĕрпе кисе? Зачем пришли?

Валле

, назв. божества, которое, повидимому, получилось из валĕ„доля“, откуда дат. пад. валле; впоследствии последняя форма, была принята, по недоразумению, за им. падеж, и от нее образовали новый дат. валлене. Срв. Полярта; также см. валь. К.-Кушки. Пирвай Валлене кĕл-тунă: пур халăхпа асăнатпăр, витĕнетпĕр, тутлă чĕлхепе, ăшă питĕмпе тайăлатпăр, йăлăнатпăр. (Из моления халăх вăкăр чӳкĕ). Ib. Валле путек, турра така. Т. VI. 42. Малтан валлене така тăврăм (= турăм), унтан таса турра така тăврăм. См. йывăр сăмах. Ib. 40. Малтан кĕл-турăм тĕспе, кайран пиçнипе валле кĕл тăватăп чӳке (так!); пĕлни пур, пĕлменни пур, чӳк çырлах! (См. „çын илнĕ тăрăх така чӳк туни“). Ib. Малтан турра çын илнĕ тăрăх валле килĕшпе тăврăм, валле хыççăн така тăватăп таса турра çын илнĕ тăрăх, çырлах! Ст. Чек. Валле чӳклеме хăраççĕ. Ib. Валле. Пурăнăç малалла кайтăр, тесе, пăтă панă. Альш. Валлене путек (во время моленья).

ват

(ват), бить, колотить, пороть. Моюнич. Амăше вара ку пусăк ачине çавăрса илнĕ те, ватса пăрахнă (прибила): ма уна тиврĕн? тесе. Сĕт-к. Ватмаллах ватас-ха она пĕре! Поколочу вот когда-нибудь его как следует! Хыпар № 42, 1900. Стражниксем çавăнтах халăха нагайкасемпе вата пуçланă (начали пороть). Синьял. Кошак тохрĕ, тет те, сикрĕ, тет, вăкăр çине куçĕсем çап-çутă, тет. Вăкăра ватса тăкать (избивает), тет, хăй çапах: мар-мăр! тесе ларать, тет. Изванк. Çынсем курсан, тытаççĕ те, велеричченех: пирĕн пата мĕшĕн ăсатса ятăр (т. е. зачем мор к нам проводили)? тесе, ватаççĕ (бьют). КАЯ. Эпĕр аккапа, атте ватасран хăраса, киле каймарăмăр. Мы со старшей сестрой, боясь, что нас побьет отец, не пошли домой. || Ломать, разбивать, раскрошить, раздробить, растирать. Ердово. Чăн малтан хура-кураксем, йăвăç тураттине ватаканăскерсем, килсе краклатса çӳреççĕ. Макка 218°. Унăн шăммине ватма хушмаççĕ. Не велят разбивать его костей. Скотолеч. 23. Хурăн кăмрăкне, çăнăх пек ватса (растерев в порошок), тасатнă вырăна тултарас пулать ХУБ. Чуллă çĕрте анчах тимĕр сӳре юрамасть; унта йăвăç шăллă сӳрепе сӳрес пулать, мĕншĕн тесен вăл чула ватмасть (не разбивает камня). Дик. Леб. Унтан ăна урупа таптаса ват (растопчи). Сред. Юм. Ватать. домает; 2) очень одолевает. || Поранить. О сохр. здор. Çапах та вăл чир сурансăр вырăна ермест, вăл е хыçса татнă çĕре е пĕр-пĕр япалапа шăйăрса ватнă вырăна анчах ерет (сифилис). || Искалечить, изувечить. Кан. 1929, № 185. Лашасене ватса ан пĕтеррĕр-ха. Как бы не искалечили лошадей! || Перепахивать. Кан. 1927, № 237. Анчах ватса акни çинчен виçĕ кун хушшинче страхакĕнте пĕлтерес пулать. || Размывать, прорывать. Икково. Шу ватса (= çырса) кайсан, кирек шта та варашка полать. Янгильд. Çор-конне выйлă шупа ватнă çолсене, çĕр шу типсессĕн, пĕр çĕрте те йосама тăрăшаççĕ. || Мять. Сред. Юм. Картуса ан ват. Не мни фуражку. Ib. Кĕнеке веç ватса пĕтернĕ (измял, изорвал). Ib. Кĕнеке питне ватнă (измял, изорвал). Ib. Тĕркĕшсе томтир ватса çӳремелле мар ôнта, ак эп сире тек кĕрештерсе çӳреттерем. Ирть-к. Ват, мять (табак). || Травить, побить (градом), переломать (о хлебе и т. п.). Упа. Пире каçсерен пур вĕççе каякан выçлăх кайăксем ватаççĕ. Никит. Кам выльăхĕсем ватса кайнă-ха куна? (потравили луга). Хочехмат. Унăн анине кашни каç такам ватма пуçларĕ, тет. Никит. Тырă ку таринччен лайăх-ха; çил-тăвăл-мĕн килсе ватмасан, лайăх пулмалла. || Мучить, изнурять. Полтава 58. Капла ыйтса, чĕрене уссăр ватса хускатан. Хыпар № ЗЗ, 1906. Ирхи çурăм-пуçĕнчен тытăнса, тĕттĕм пуличчен, çан-çурăмне ватса асапланаççĕ. || Зарезать (о волке). Кан. 1927 № 220. Кашкăрсем Туканаш кĕтӳнне 6 сурăх ватнă (волки зарезали овец).

вый

или выйă, то же, что вăйă, игра. Собр. Выйăран вăкăр тухать, теççĕ. (Послов.). || Ч. П. Нумай ут çултăмăр выйăра. (Смысл неясен).

вут

вот (вут, вот), огонь. Альш. Вутпа ан выля: шăракан пулат, тет, теççĕ. Ib. Вут хыпнă пек васкаса (как будто на пожар). Ib. Вут çине сурсан, тути çине кĕсен тухат, тет, теççĕ. Ала 90. Çакă икĕ тăлăха вара вута прахса ĕнтнĕ пек хĕрте пуçланă (жарили как в огне, т. е. жестоко били). Орау. Яшки пĕçерет, вут çинче пиçнĕ пулмалла! (Шутка). Ст. Шаймурз. Вут çине сурсан, тути-çăварне кĕсен тухат, тет. Шел. 23. Хуласене, ялсене вутпа персе пĕтерçĕç. Орау. Авăн ăшне вут чĕртĕпĕр. Разведем в овине огонь. (Из мол. «чӳклеме пăтти»). Сиктер. Вара хуçи, карташ варрине пĕчикçеççĕ вут вырăнĕ туса, вут чĕртет. N. † Пирĕн инке чун пекех, çумне выртсан, вут пекех. Сĕт-к. † Çил-ту çинче çил-армань, çилсĕр-мĕнсĕр авăрать; пирн ăшчикре вот çонать, çолăм тохни корăнмаст. N. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать, чӳрече витер витерет; манăн ăшра вут çунать, çулăм тухмас, çын курмас. Янтик. † Манăн ăшра вутсем çунаççĕ, çулăм тухни курăнмасть. Хыпар № 18, 1907. Хветĕр тете калашне, хăвăршăн вут, çыншăн мар. Алик. † Ай акисам, акисам! пире хавас ан тăвăр, пирĕн пуç çинчи вут çунать. (Солд. п. ). Янорс. Пушарĕ, халăх пӳртĕнтчен тухнăскер, килкарти алăкне ватман пулсан, хуçисем пурнакан пӳртне вут илетчĕ (охватил бы огонь). Образцы 68. Саманасем йывăр, хуйхăм каймаст, вут пекех чĕлхе сăмах калаймасть. Ала 14°. Эпĕ акă мĕн туса пурăнатăп: манăн ĕçĕм çавă-çавă патша çĕрĕнче вутсăр усратăп, тет (не даю им огня, а они от того страдают). Полтава 51. Вут пек чунна вырăнсăр хĕм пек вĕри шухăшпа хĕрхенмесĕр хумхатан. Çутталла 117. Çĕр çинче çил, вут хăватлă, теççĕ. Кан. 1927, № 234. Çĕре пытарас вырăнне вутта пăрахса çунтарни. О заступл. 14. Вăл çĕлен пек авкаланса вутра çуннă. Тимер. Темĕн чухлĕ улпут çурчĕ вута каять (т. е. сгорает). Ала 26. Иван аллинчи çурта тата ахалех, вутсăр-мĕнсĕрех, çутăлчĕ, тет. Якейк. Кăмакара вот пăтрат-ха. Помешай-ка в печке. Ст. Чек. Вут шăхăрсан, хăна килет. Г. Т. Тимоф. Пурте килĕсенче вуттисене сӳнтереççĕ, тет. || Искра. Кр. Чет. † Пирн та (так!) лаши таканлă, посмассеренех вот тохать; çутти йолать çол çине. Изамб. Т. Куçăран (-куçран) вут тухăрĕ (искры). Юрк. Кам арки çине вут ӳкет, ун арки çунат. Кого постигает нужда, тот и страдает. (Послов.). Ч. С. Куçсенчен пĕтĕмпе вут тухса вайрĕ. Из глаз посыпались искры. Сказки и пред. чув. 84. Ун çилĕлĕ куçĕнчен йăлтăр-ялтăр вут кайрĕ. Тим-к. Лутра вырăс кантăк касать. (Вут ӳксе шăтарни). N. Кăмакаран вутă (= вут) сиксе ӳксен, усал çын килет, теççĕ. Если из печки выскочит искра, то, говорят, придет дурной человек. Изамб. Т. Вут сиккипе карĕ (помчался вскачь). || Пожар. Ч. С. Эпĕ те вара вут кутне витре йăтса чупрăм (на пожар). Ib. Вут чĕлхи пĕлекси çын, знающий наговор против пожара. Ст. Айб. Мана шыраса тупрĕç те, вут сӳнтерекен пичĕке ăшне (в пожарную бочку) карĕс-чикрĕç. (Мунчара пулнă вăсем). N. Инçетре вот тохнă (зарево). Сюгал-Яуш. Çав вута чĕлхесĕр (немой) ача кăларнă, çăмарта пĕçерме тапратса. Изамб. Т. Камран вут пуçланнă? С кого начался пожар? Ч. С. Вут кам çуртĕнчен тухнă? У кого начался пожар? Т. М. Матв. Вут куçне шыв! (Вут тухсан, калаççĕ). Ib. Вут тухсан: вут çурта ан хыптăр, тесе, кăмакана хутса яраççĕ. (Поверье). Альш. † Пăванăн хулине вутсем хыпнă, епле пырса кĕрĕ-ши çамрăк пуç? (Солд. п. ). Вомбу-к. Вот сӳнсен, шу нумай. (Послов. ). Юрк. Вучĕ малтан кам çуртĕнчен мĕншĕн тухнипе пĕлсен, ваттисем: вăйран вăкăр тухат, тесе, ахаль каламан иккен тесе, шарт тĕлĕнеççĕ. N. Кӳрше темĕскер пулчĕ: урам тăрăх вут çапнă пек вĕçтерчĕ (помчался прямо и стремительно). Орау. Ачасем Хир-пуçĕнче вут кăларнă (сделали пожар). Ст. Чек. Кĕлетрен вут тухрĕ, теççĕ, кĕлетрен пусан; хыçалтан тухрĕ теççĕ, хыçалтан тухсан. Хурамал. Тĕлĕккре (так!) вут курсан, уяр пулать, тет. Если во сне увидишь пожар, то, говорят, к ясной погоде. || Живой огонь. Чăвашсем 36. Тата çĕр витĕр калараççĕ. Çыран хĕррине, меллĕрех çĕре, çĕре витĕрех алтса тухаççĕ те, ун витĕр тухмалла тăваççĕ; унтан вара ялти вута пурийĕн те шыва сапса сӳнтереççĕ те, çав витĕр тухмалла шăтăк патне йываç алсе пырса, икĕ йывăççа пĕр çĕре сăтăрса, вут кăлараççĕ, ăна вара çав витĕр тухмалли шăтăк çине хураççĕ... Вара этемсем харпар хăй патне çав çĕнĕрен кăларнă вута илсе каяççĕ. || Божество. Хурамал. Вута хĕлле чӳклеççĕ. Ăна та çаплах нимĕр пĕçереççĕ, пашалу пĕçереççĕ. Ăна кăмакумне (= кăмака умне) лартса чӳклеççĕ. Вут пĕрер япалана сиян (= сиен) ан тутăр, ан çунтартăр, тесе, тăваççĕ. N. Тата пĕчĕкçĕ чӳк, вутшăн чӳклекен чӳк ак çапла. Род. п. этого сл. в разных диалектах — вутăни вуттăн, дат. и вин. вутаи вутта. Об огне. см. также у Н. В. Никольского, в «Кратком курсе по этн. чув.», 117 сл.

вучах

вочах (вуζ’ах, воџ̌ах), очаг; печной очаг. К.-Кушки. Вучах кăмаканăн пулат, вăл кăмака çăварин сулахай енче пулат (если встать лицом к устью печи); унта чăвашсем, хуран çакса, яшка пĕçереççĕ. Т. М. Матв. Аслă ялтан-кĕçĕн яла туй пырать. (Кăмакаран вуçаха кăвар туртни). N. Вучах хур. Шурăм-п. № 5 Мăкăли пире, вĕтĕ çатрасем хуçса, кив вуçах вырăнне хурчĕ (= хуçĕ). КАЯ. Унта çитсенех, çынсем, çĕр алăтса (= алтса), ик пысăк вучах тăваççĕ. Пĕр вучахĕ çине вăкăр пĕçермелли хуран лартаççĕ; теприн çине пăтă пĕçермелли хуран лартаççĕ. Чертаг. Вутлă вучах — налево, где горит огонь и висит «хуран çекли»; кĕл вучаххи — направо, где лежит зола (у чувашской печи).

вăйă

(вы̆jы̆), игра. Б. 13. Вăйăран вăкăр тухать. Игра до добра не доводит. Альш. Лешсем темĕн-темĕн те курнă: шуйттан ваййине те (цирк, балаган) курнă, пукане вăййине те курнă. Сред. Юм. Çак ача, пире калĕмпĕр вăййине... СТИК. Пирĕн ача чист вăйя яранчĕ, ĕç кутне пырса та пăхмаст. (Говорят о мальчике или девочке, увлекшихся игрой, не работающих, а то-и-дело бегающнх на игры). Сунт. 1929, № 2. Вăйă мар (не шутка) çав ача тăвасси. 1929, № 67. Клоçета ача вăййилле (кое-как), чуспа çапçа, туса лартрĕç (сколотили). || «Ученье» (военное). Б. Олг. Салтак вăййине вĕрентес полат ĕнтĕ сана, тет. || Хоровод. Альш. Вайă тесе, пĕр-пĕр урам кĕтессине выляма-кулма, кĕвĕ-сăвă калама пуçтарăннине калаççĕ. Изамб. Т. Эпĕ хамăн юлташсемпе... вăйя хутшăна пуçланăччĕ. Ib. Çимĕк уммĕн усем вайя тухма пуçлаççĕ. Ч. П. Шурă кĕпе тăхăнсан, вăйă витĕр курăнать. Пазух. Пирĕн вăя вылясси çырла пиçнĕ вăхатра. Ib. Вайя тух. Выходи в хоровод. || Музыкальная игра. N. Урипе тапать, çунатпе çупать, сăмсипе вййă калать; çав вăйă сассине илтсе, вĕренсе килтĕмĕр. || Игра в горелки. С. Тим. Ан саланăр, тантăшсем, пĕр-ик вăйă выляр-и? || Место, изобилующее чем-либо. СЧУШ. Çак ача хăй пĕлекен çырла вăййине ертсе кайрĕ. Баран. 169. Атăл пырĕнчен (чит. вăрринчен) инçех мар — Астрахань (чит. Аçтăрхан или Аçтăркан) хули ларать. Пулă вăййи çакăнта ĕнтĕ.

вăкăр

(вы̆гы̆р), бык. Хурамал. Çĕре вуникĕ мăйракаллă вăкăр çĕклесе тăрать. Собр. Вăйăран вăкăр тухат, теççĕ. (Послов. ). Сказки и пред. чув. 90. Ĕçчен чăваш вăкăр пек юрла-юрла ĕç тăват. Ib. 22. Кĕл пек тăпра çийĕнчен вăкăрсем пек утаççĕ. Изамб. Т. Вăкăр чават-чават та, хăй çине сирпĕтет. N. Вăкăра (из быков) пĕчĕккине пус, пысăккине сут. Сред. Юм. Пит ĕçлекен çынна: вăкăр пик ĕçлет, теçççĕ. Альш. Унтан тата Кăнла улпучĕ килсе ларать, тет, Сĕве кĕтессине. Вăл килет, тет те, малтан стариксене: вăкăр выртмалăх-кăна çĕр илетĕп, тесе, улталаса, илет, тет, стариксенчен хут. Хутне илсен, вăкăра пусат, тет, тирне чĕрпĕл-чĕрпĕл çурса, вĕрен пек тăват, тет, вăрăм. Унтан çав вăкăр тирĕнчен тунă вĕрен пеккипе Кăнла вырăнне çĕр çавăрса илет, тет, тăхăр ялăнне. Çапла Сĕве леш енĕ каят вара ку тăхăр ялăн. Хăят улпуçĕ чикене чиркӳ лартнă, тет те, чиркĕве пăсма саккун çук, тет. Рак. Тĕпĕ çăка, варри вăкăр, тăрри ăвăс. (Çап-йывăççи). Ст. Чек. Вăкăр, чава-чава, хăй çине тăпра купалат, тет. (Поговорка: кăрçакан çынна калаççĕ; çын хăне хирĕç çынна вăрçат-вăрçат та, вăрçнă çынни вăрçаканне хĕвет). N. Ача-пăча пулмасан, е пĕр тĕслĕ ача анчах (авал ывăл кирлĕ пулнă) пусан, арăм патне вăкăр ярса пăхнă (alium virum admittebant). Хăшĕ ăннине калаççĕ. N. Вăкăр кăтарт, случать (корову). Кан. 1927, № 216. Çур-кунне, çулла ĕнесем вăкăршăн, анчах вĕсем çук. || КАЯ. Кӳлĕ вăкăрĕ. См. чӳк.

вăкăрла вылянни

назв. игры. СТИК. Вăкăрла выляни. Вăкăр тесе арçынна калаççĕ, ĕне тесе, хĕре. Çапла вара пĕри: ăçта карăр? тесе ыйтат; (тепри:) вăкăр шырама (тет).

вăкăр-пуç

назв. растения. Золотн. Вăкăр-поç, медовый цвет. Чув. календ. 1911. Арпа вырăнне вĕлтĕрен е вăкăр-пуç парсан, тата авантарах (чăхăсене).

вăкăр хӳри

назв. раст. Ст. Чек., Н. Якушк. СПВВ. N. Вăкăр-хӳри анкарĕнче пулат, ăна çиеççĕ. СТИК. Вăкăр хӳри, подорожник (растет на жестких местах). || Назв. урочища в поле с. Кошек-Ново-Тимбаева, б. Буинского у. К.-Кушки.

вăлăр

искаж. вм. вăлăри; см. вăлă. Кубня. Эй вăлăр ырă, каçар! Сана çулталăкран çулталăка асăнатпăр, витĕнетпĕр. Сана така та паратпăр, вăкăр та паратпăр.

уй ӳкĕ

назв. молення. Хурамал. Уй чукĕ. Уй чӳкĕ тăвас тесе, килĕрен укçа пухаççĕ. Çав укçапа хăш çул тына илеççĕ, хăш çул вăкăр илеççĕ; кăçал тына илчĕç. Çуллен тĕрлĕ асăнса чӳк тăваççĕ. Уй чӳкĕ тăвас тенĕ кун пурте килĕрен пашалу пĕçереççĕ. Кăнтăрла иртсен, пурте пашалу, кĕрпе, тăвар илсе, çуллен тăвакан çĕре, хире, пухăнаççĕ; унта тата хăшĕ сурăх таки е путекки илсе пыраççĕ. Вĕсене хăшне «кăчăкă таки» тесе чӳк тăваççĕ, тата хăшне «Кепене», тата Кăрпана тесе пĕр така асăнчĕç. Такине силлентернĕ чух пурте çĕлĕкĕсене хул-хушшине хĕстереççĕ, çийĕсене тумтир тахăнаççĕ, вара çапла каласа асăнаççĕ: çырлах, Кăрпан, сана асăнатпăр, витĕнетпĕр, тав тăватпăр, пуççапатпăр. Çĕре ан хăрт, тырра-пулла ан типĕт. Сана çул çавăрнăçпе, карта тĕспе, хура халăхпа асăнатпăр. Çырлах, Кăрпан, савса панине савса ил! тесе таки çине шыв яраççĕ; таки силленсен, пурте, капăртатса ӳксе, пуççапаççĕ те, вара пусса пĕçереççĕ. Пиçсессĕн, каллех чӳклеççĕ. Тынине те çаплах асăнчĕç: çырлах, Пӳлĕхçĕ амăш! Сана асăнатпĕр, витĕнетпĕр, тав тăватпăр, юççапатпăр. Кирек мĕн те пулсан, çырлах, Пӳлĕхçĕ амăш; сана çук чух асăнтамăр-витĕнтĕмĕр, халĕ пур чух хура халăхпа кĕлтăватпăр. Çырлах, савса панине савса ил, кирек мĕн те пулсан, теççĕ. Тынине асăначчен. «Чĕлпĕр тытан», тесе, хур силлентереççĕ. Вара, пурне те пĕçерсе пĕтерсен, хурансене ĕречĕпе лартаççĕ те, пурте, тăрса, чӳклеççĕ; пĕр хуранне чӳклемессерен ӳксе пуççапаççĕ. Унтан вара халăха курăк çине ларма хушаççĕ те, какайне, пăттиие валеçсе параççĕ те, пурте: тунă чӳк-кĕлĕ вырăнлă пултăр, тесе, таврăнаççĕ.

уйăх

ойăх (уjы̆х, оjы̆х), луна, месяц. Трехбалт. Уйăх йĕтем пысăккăшĕ, теччĕç ваттисем. Альш. Уйăх çинче шыв кĕвентиллĕ хĕр тăрать, теççĕ. Н. Седяк. Уйăх çинче кĕвентепе витре ятнă хĕр тăрать. Çав хĕрĕн икĕ вăрă пиччешĕ пулнă, тет. Ăна çур-çĕр тĕлĕнче, вăрăран таврăнсан, шыва янă, тет. Çавăнта хайхи хĕр, макăрса, каланă: мана уйăх хăй патне илинччĕ, тенĕ. Вара ăна уйăх илнĕ. В. Олг. Полнă ĕлĕххи арăмăн хĕрĕ. Амăшĕ осалпала пĕр шот тытнă, осала качча парас тенĕ. Çиччас хĕре çор çĕрте каранхи амăш хусарат шу патне. Каят хĕр шу патне макăрса. Шу патне çитсен, осал исе каймалла хĕре. — Ойăх та пор, тет, хӳел те пор, тет — осала качча кайиччен, илĕр мана, тет. Каран торă хăпартат она ойăх патне витри-мĕнĕпе. М. Вас. № 3, 19. Уйăх çине сăнаса пăхсамăр-ха, ваттисем: Марье тăрать куйланса, ик айккинче витрисем. Ст. Чек. Ĕлĕк уйăх аслăк тăрринче кăна пулнă, аслăк çинче каçхине хĕрсем тĕрĕ тунă. Пĕр хĕрарăм, таса марĕ кайнă чухне, çынсем çук чухне, вăтаннипе уйăх çине таса маррине сĕрнĕ. Уйăх çичĕ кун, çичĕ каç шавласа хăпарнă. Обр. чув. пес. Пазухина. Уйăх пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, çăлтăр пур; сар хĕр пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, каччи пур. Сятра. Çунатсăрах вĕçет, тымарсăрах çитĕнет. (Уйăх). Лебеж. 456. Пичче ăйăри кĕçенĕ, пĕтĕм çĕре пăхĕ. (Уйăх). Альш. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр: уйăхĕсем пулмин те, çăлтăрĕ пур. Собр. † Уйăх витĕр уй курăнат. Букв. I ч. 1904. Хăнисем хапхаран тухса, çаврăнса кайнă çуна йĕрĕсем шур юр çинче уйăх виттĕр курăнса выртаççĕ. Собр. Уйăх пур та, çутти çук. (Тăмана шăтăкĕ — слуховое окно). Ст. Чек. Эп ăна уйăх çутинче (при свете м.) аран палларăм. N. Ойăх çути, окошкаран кĕрсе, çутатса тăрать (светит в окно). N. † Тĕсĕр-пуçăр (ваш. облик) тулнă уйăх пек. Б. Хирлепы. † Уйăх çути пек варличĕ; уйăх çутипе уйрлас-шн, хĕвел çутипе уйрлас-ши? (Солд. п.). Шурăм. 9. Вăрман енчен çĕнĕ уйăх курăнать. Трхблт. Уйăх çути пур. Светит месяц. N. Ойăх çути пор (то же). Т. М. Матв. Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн. (Поговорка). Шарб. Уйăхĕ пур, çутти çук. (Шăрпăк пуçĕ). Дик. леб. 47. Елиса уйăх çутипе йывăç пахчине пырса кĕрет. Собр. † Ир пулсан, хĕвел тухать; каç пулсан, уйăх хăпарать. Чертаг. Уйăх пак шăтăк хăварнă (слуховое окно). Альш. Çĕмĕртрен хура çӳçĕме ылттăн та пĕр турапа турарăм; çак тăванăмсем асăма килсессĕн, тунă пĕр çĕнĕ уйăха пăхатăп. Ч. П. Уйăх витĕр уй курнать. N. † Çуначĕсем (хурчăканăн) уйăх хушшинче. Толст. Вăл каç уйăх çутиччĕ (месячно было). Альш. Пĕтĕм уйăх — полнолуние; çурла уйăх — сери луны; çур уйăх — 1/4 луны. . Уйăх çĕр айне каять, теççĕ. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç тунă (говорят, когда месяц показывается после новолуния). Якейк. Тола тохрăм та, уйăх çути çап-çутă. IЬ. Кĕçĕр уйăх çути пор. IЬ. Уйăх толса пырать. . Уйăх çути çĕрĕпе тăчĕ. Месяц светил всю ночь. Сред. Юм. Тулать, — тулнă ĕнтĕ, — паян уйăх пĕтет. Сред. Юм. Уйăх çôрри тунă. После новолуния месяц стал виднеться до половины. Сред. Юм. Уйăх пăхнă çĕр. В лунную ночь. Янтик. Кĕçĕр çĕр уйăх çутиллĕ. . Кĕçĕр уйăх çути пур. . Уйăх çутипе эп çынна куртăм. Янтик. Уйăх хăлхаланнă (месяц в кругу). Уйăх тин тунă, пӳрне пек-çиç. Уйăх çурла пек юлнă. Уйăх çурри пула пуçланă. Уйăх тула пуçланă. Альш. Уйăх çуралнă. Хĕрлĕ тулли. Шурă тулли (см. ниже). Уйăх пĕтни. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç йолнă (говорят, когда месяц после полнолуния остается видным частью). Якейк. Ачи, ачи, пăх-ха, çĕн уйăх тунă! IЬ. Çĕн уйăх ыран тăвать. Ф. Т. Уйăх пĕтнĕ чух (идет к концу) киçен (= кивçен) пама юрамасть. Ст. Чек. Уйăхран инçе мар çăлтăр пусан, çын вилет. Собр. 194°. Çĕрле уйăх пĕлĕт айĕнче тăрсан, хура шăнасем куç çине ларсан, ыран калах çăмăр пулат, теççĕ. Ст. Шайм. Уйăха хирĕç шăрсан, шĕвĕн тухать, тет. Нюш-к. Уйăха хирĕç ан шăр. Альш. Уйăха хирĕç тула ан тух. N. Уйăх çуралсан, тăватăмăш кунĕнче уяр (йĕне) пулсан, уйăхĕпех уяр (йĕпе) пулать. Тогач. Çеçен хирте туман урапа кусать. (Уйăх). Орл. II, 206°. Уйăх пур та, çутти çук. (Пичуркка). Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм, пурте карталанса тăрса, пĕр-пĕринчен: уйăх-и? хĕвел-и? тесе, ыйтса выляççĕ. Мысл. Уйăх çутти курас мар! (Божба). || N. Çанталăк уяр пулсан, пĕр-икĕ-виçĕ эрнерех пĕтереççĕ: уяр пулмасан, уйăхпех пырать. Рак. † Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх (= 13 уйăх). Альш. † Çăв уйăхĕ çичĕ уйăх, хĕл уйăхĕ улт уйăх. (Из «чĕр йĕрри»). Обр. 89. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, ултă уйăх хушшинче утмăл тĕсле кун килĕ. Утмăл тĕслĕ кун çинче пĕр киресĕр кун килĕ. Нимĕн чух асна килмесен те, çанăн чух асна килĕ-и? Çăв уйăхĕ çич уйăх, çичĕ уйăхăн ăшĕнче, çитмĕл тĕслĕ кун килĕ. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăллă кун килĕ. Нюш-к. Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. N. Ойăх порнмалăхах çияс. Надо наесться на целый месяц. Орау. Эпĕр килтен тухни уйăх та пур-и тен. С выезда нашего из дома, пожалуй, будет с месяц. N. Акă ĕнтĕ уйăх çитет эпĕ сиртен кĕнеке ыйтни. Орау. Вăл ик уйăх анчах тултарчĕ-ха (ребенок). Альш. † Эсир асăнатăр-и, тăвансем, уйăхра? — эпир асăнатпăр кулленех. Именево. Пĕр-ик ойăх çитсен, хваттер хоçи темшĕн çиленчĕ те, молчана кайса хопрĕ. Н. И. П. Вăхăта уйăхпа хĕсеплеççĕ (= хисеплеççĕ). Время считают по месяцам. Н. И. П. Ăна уйăха хупса лартнă. Его посадили на месяц в тюрьму (здесь «пĕр уйăха» значило бы на один месяц). Зап. А. Фукс, 165. «Новый год начинают они с наступлением зимы, и разделяют на 13 месяцев: 1) йопа-ойăх, м. поминовения, ноябрь; 2) чӳк-ойăх, м. жертвы, декабрь; 3) мăн-кăрлач ойăх, большой крутой м. (сильно морозная часть декабря и генваря); 4) кĕçĕн-кăрлач ойăх, менее крутой м., часть генваря и февраля; 5) норăс ойăх, м. оттепели, февраль и часть марта; 6) пошă ойăх, порожнии м. (от тяжелой работы), март; 7) ака ойăх, м. пашни (для ярового хлеба), апрель, часть мая; 8) çу (scr. сюль) ойăх, м. лета, июнь; 9) хĕр (scr. хыр) ойăх, м. свадеб, июнь и часть июля; 10) утă ойăх, м. сенокоса, июль; 11) çорла ойăх, м. серпа, июль и часть авг.; 12) йĕтĕн (scr. бидан!) ойăх, месяц льна, сентябрь; 13) авăн ойăх, м. молотьбы, октябрь». См. Золотн. 191. В Курм. у. записаны моим братом, А. И. Ашмариным, со слов кр. д. Янгильдиной, Курм. у., Василия Семеновича Мастеркина (ныне покойного) след. назв.: мăн кăрлач, янв.; кĕçĕн-кăрлач, февр.; норăс уйăх, март; пошă уйăх, апр.; ака уйăх, май; хĕр уйăх, июнь; утă уйăх, июль; çорла уйăх, авг.; авăн уйăх, сент.; йопа уйăх (чит. йопуйăх), окт.; чӳк уйăх, ноябрь; раштав уйăх, дек. При этом приписано: «Месяцы начинаются не с 1-го числа, а как народится новый месяц». (Сообщено в письме из Курмыша от 21 янв. 1908 г.). В письме И. С. Степанова Кузьме Серг. Сергееву от13 авг. 1908 г. значится следующее: «Николай Иванович Ашмарин будто бы просил написать, как говорил Иван Яковлевич, названия месяцев по-чувашски. Если нужно, я к его услугам; вот они: 1) юпа уйăх, 2) чӳк уйăх, 3) раштав уйăх, 4) кăрлаç, 5) кĕçĕн кăрлаç, 6) нарс уйăх, 7) пуш уйăх, 8) ака уйăх,9) çу уйăх, 10) утă уйăх, 11) çĕртме уйăх, 12) çурла уйăх, 13) йĕтем уйăхĕ. Начал я считать с октября, кончнл сентябрем. Такой счет у нас, в Черепанове, Буинского у.» Позднее он написал мне следующее: «Многоуважаемый Николай Иванович! Я посылал в Кошки за некоторыми сведениями относительно названий месяцев, так как там есть старик, лет 80-ти, отец которого помер лишь в 3-ем году, имея от роду 109 лет. Он, разумеется, помнит многое, что и как было в старину. Я ждал от них письма и потому так долго не мог ответить. Нижеследующие пояснения относительно названий месяцев мне дали они. 1. Кăрлаç. Зимний месяц, начало года. Судя по вашему счету, захватывает часть декабря и начало января. 2 Кĕçен кăрлаç. Зимний холодный месяц. Про этот месяц говорят: сивĕ ашшĕ, сивĕ амăш(ĕ) ачи-пăчилех пирĕн пата килчĕ. 3. Нарс уйăх(ĕ). После половины этого месяца конец резким зимним холодам. Нарс уйăх тăхăрĕ иртсен (т. е. после 1-ой четверти), кушаксем куса пуçлаççĕ. Нарс — зимний месяц. 4. Пуш(ă) уйăх(ĕ). Этот месяц настает перед распутьем. Свое название получил от обычая «пушă пăрахас». В старину у чуваш сватовство происходило в этом месяце (во многих местах и теперь), и, когда невесту совсем сосватают, евчĕ у родителей невесты оставлял пушă (кнут) или же просто прутик, а свадьба откладывалась, часто и теперь, до Çимĕк. Выходит, это месяц сватовства невесты. 5. Ака уйăх(ĕ). Месяц яровой пашни. Ака çийĕ, так называли исключительно время яровой пашни (теперь в наших местностях такое же значение), и преимущественно пахали старинным плугом. Отсюда и название ака уйăх. Ака уйăх çурхи шыв иртсе пĕтес чух тăвать. 6. Çу уйăх(ĕ). Промежуток времени между ака уйăх и çĕртме уйăх(ĕ). Месяц безработный; отдых и веселье для всех, но главным образом для молодежи. Çу уйăх — çамрăк-кĕрĕм уйăхĕ: они водят хороводы, на семик играют свадьбы и т. п. Существуют выражения: «çу уйăх кантарать, ĕç çийĕ валли вăй парать», «çу уйăхĕнче савăнман, ĕç çинче те ĕçлеймен». 7. Çĕртме уйăх(ĕ). Название этого месяца произошло от глагола çĕрт (дай гнить). Это не указывает на навозное удобрение, ибо в глубокую древность земля не нуждалась в удобрении. Чувашские деревни по Поволжью почти без исключения были окружены лесами; приходилось вырубать леса и обращать в пахотные поля. Привозили домой только лучшие части дерева, а сучья и коренья часто жгли, зарывали, запахивали — предавали гниению (çĕртме). Соответствовал теперепшей паровой пашне. 8. Утă уйăх(ĕ). Курăксем çитĕне пуçласан тăвать, çулса, пуçтарса пĕтернĕ çĕре пĕтет. 9. Çурла уйăх(ĕ). Время созревания и уборки хлебов. 10. Йĕтем уйăх(ĕ). Время молотьбы. Этот же месяц называют и авăн уйăх(ĕ). 11. Юп(а) уйăх(ĕ). Этот месяц настает после уборки хлебов с полей и молотьбы. Снега еще нет. С этого месяца начинаются уже осенние праздники. Чуваши, будучи язычниками, или до усвоения христианства, в этом месяце ставили на покойников своих юпа (столбы) и поминали покойников. Юпа ставили один раз в год, именно теперь. Этот обряд, я думаю, Вам хорошо известен, а потому описывать его я считаю лишним. 12. Чӳк уйăх(ĕ). В этом месяце колесная дорога сменяется санною. Последний осенний месяц. 13. Раштав уйăх(ĕ). Зимний холодный месяц. Зима уже давно установилась. Если в комнате холодно, то говорят: кунта сирĕн раштав, т. е. очень холодно. Добавление к 1-му месяцу. Что кăрлаç есть начало года, свидетельствуют следующие обычаи. Кăрлаç уйăхĕ курăнсан, çав каç, шăлпа çыртса, капан туртнă. Тулли пуçах тухсан, çул пурпа иртмелле пулать, тенĕ; пушă пуçах тухсан, çукпа ирттермелле пулать, тенĕ. Юр çине выртса, мĕлкĕ тунă. Çĕр каçиччен унта мĕн ӳкнине ирхине кайса пăхнă. Пуçах-мĕн ӳксен — пуянлăх, телей, ырлăх; кирлĕ кирлĕ-мар ӳксен, е йытă сысса, шăрса кайсан, телейсĕр пулмалла пулать, тенĕ. Пӳрт итлеме çӳренĕ. Лайăх сăмах илтсен, çĕнĕ çул канăçлă, телейлĕ иртет; вăрçă-харкашу е кирлĕ кирлĕ-мар калани илтĕнсен, телейсĕр çул пулать, тенĕ. Йĕтем итленĕ. Авăн çапни илтĕнсен тырă лайăх пулать, нимĕн те илтĕнмесен, тырă начар юлать, тенĕ. Очень много и других гаданий счастья на новый год. Раньше это делалось по появлении молодого месяца кăрлаç, а теперь проделывают накануне 1-го января. Чтобы точно указать, когда какой месяц начинается и с какими числами совпадают начала месяцев по письменному счету, я не мог добиться, и едва-ли это можно установить на основании расспросов. Мне кажется, надо поручить кому-либо записывать у знатока в продолжение года, тогда можно приблизительно верно указать начало каждого месяца... Всегда готовый к услугам Иван Степанов. 28 июля 1909 года. Г. Симбирск». — Что некоторые годы у чуваш имеют по 13 мес. (местами этот счет забывается или совсем забыт), доказывают факты, сообщаемые в проведенном ниже письме Петра Ив. Орлова. Из них явствует, что у чуваш есть тринадцатый вставочный месяц, именно — кĕçĕн кăрлачă (или кĕçĕн кăрлач), вставляемый, через два года в третий, после месяца кăрлачă (кăрлач). В 1911 г., как видно из письма, было тринадцать месяцев. Назв. мăн кăрлач, повидимому, обозначает то же, что и кăрлач. «Николай Иванович! Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăм. Халĕ мĕн илтнине çырса ярам, кайран, кĕр кунне, тата мĕн те пулсан пĕлсе пырăп тен. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Хăшĕ: кашни çулах çутă уйăх вăл вунвиççĕ курăнать те, анчах вунвиççĕмĕшин ятне пайăрĕпех каламаççĕ. Çулталăкра вунвиççĕ уйăх пуласса пулать те, ятне ĕлĕкренпех уççах каламаçчĕç, тиççĕ. Хăшĕ хĕр уйăх пулаччĕ, тиççĕ; хăшĕ кĕçĕн кăрлач пулать, тиççĕ. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре вунвиçĕ уйăх пулать, тит. Вăл кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, вунвиçĕ уйăх пулать, тит. — Вăл çутă уйăх вунвиççĕ курăнасси виçĕ çулта анчах пĕрре пулать. Акă кăçал вунвиççĕ курăнать. Асту халĕ, кăçал ака çине тухас уммĕн (çур-кунне) ватăсем тавлашрĕç. Пĕри калать: ку ака уйăхĕ пĕтрĕ, çу уйăхĕнче тин акана тухатпăр, тит; тепри калать: ăçтан ака уйăхĕ пĕттĕр, халĕ акана та тухман та, ку пĕтнĕ уйăх пушă уйăх, ака уйăхĕ тин тăвать-ха, тит. Кашни çулах, çак вунвиç уйăх пулакан çулсенче стариксем уйăх шучĕсенчен аташса каяççĕ. — Этсемĕр, чимĕр-ха, ку уйăх мĕн уйăх пулать-ха, ака уйăхĕ-и, ай пушă уйăхĕ-и? тиççĕ. Хăйсем вуниккех шутлаççĕ те, вăн уйăх тĕлĕсем килмеççĕ вара. Вуниккĕ анчах шутласан, чăнахах та ака уйăхĕ пĕтрĕ кăçал вăл, акана тухичченех, тулĕк кăçал вуник уйăх анчах пулмасть, вунвиççĕ пулать. Кăрлачă хыççăн кĕçĕн кăрлачă пулчĕ кăçал, унтан нурăс уйăх, унтан пуш уйăх, унтан тин ака уйăх пулче. Ĕлĕк ваттисем çапла шутлаччĕç. Кĕçĕн кăрлача кăларса пăрахрĕç те хăйсем кăçал, вăн хай ака уйăхĕ малтан килсе тăрать. Кăрлачă уйăхĕ кăçал вăл çĕне çула катăлчĕ, кăçал çавăнпа тепĕр уйăх хутшăнать, терĕ суккăр старик. Вăл уйăх йĕркисене ак çаплашутлать: 1) кăрлачă, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нурăс уйăх(х), 4) пуш уйăх(х), 5) ака уйăх(х), 6) çу уйăх(х), 7) çĕртме уйăх(х), 8) ут уйăх(х), 9) çурла уйăх(х), 10) авăн уйăх 11) юп-уйăх, 12) чӳк уйăх(х), 13) раштав. Тата тепĕр старикĕ кĕçĕн кăрлача: хăй ăссĕн уйăх пулна, тесе шутламасть. Кĕçĕн кăрлачă тесе, нурăс уйăхне каланă, тит; нурăс уйăхĕнче кăрлачă уйăхĕнчи пек сивĕ пулнă та, çавăнпа ăна кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Тата тепĕр вирял (Тĕмпексем) старикки раштав уйăхне шутламасть, ăна пĕтĕмпех кăларса пăрахать. Ĕлĕк чăвашсен раштав уйăхĕ пулман, тит; раштав уйăхне ĕлĕк кăрлачă тенĕ, хальхи кăрлача кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Унтан вара çула çĕртме уйăхĕ хыççăн хĕр уйăхĕ пулнă, тит. Хăй кашни çулах вунвиçĕ уйăх пулнă, тит; тăрсан-тăрсан, ыйтса антăратсан: темскерле, çанла шутлаччĕç пек те, темле — маннă; тăну-пуçу çук-халĕ, ĕлĕкхи пек мар... терĕ. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни. Ӳлĕмрен лайăхрах пĕлейпĕри? Сыв пулăр. Сире салам. С. Орауши. П. Орлов. 26 июля 1911 г. Показания, заключающиеся в этом письме, находят себе подтверждение в словах Г. Паасонена, который говорит: «Кĕçĕн кăрлачă — в некоторые годы, которые содержат в себе 13 месяцев, — второй месяц» (Vосаbularium 1. Tschuv. 69), а также у Иревли. Иревли. Чăнах та, шырасан, чăваш тĕнчинче тĕлĕнмелле япаласем нумай тупмалла. Ман алăра ун пек япаласем чилай. Çав япаласенчен пĕрне, пуриичен чаплине, çыратăн: чăвашсен çулталăк хĕсепĕ хăйсен пулнă. Ăна эпĕ Салтак-ел Питтăпай арăмĕнчен пĕлтĕм; вăл çырăва (грамоте) вĕлмест. — Чăвашсен икĕ çулĕ вуникшер уйăх, виççемĕшĕ вунвиç уйăхлă пулнă. — Ик çул сиктерсе, виççĕмĕшĕнче кĕçĕн-кăрлачă пулать, терĕ Курпун Иванĕ, Пӳлер-Кӳл çынни. Уйăх эрне-куна тиркет (эрне-кун уйăх тумасть); тет ман асатте. Н. И. Полоруссов. Ман асатте Раштав уйăхне асăнмасчĕ. Мой дедушка (со стороны отца) не упоминал месяца раштав. IЬ. Кĕçĕн кăрлач: эпĕ аслă пиччерен (т.-е. кăрлачран) ирттерĕттĕм те, хĕрлĕ вăкăр (т.-е. хĕвел-солнце) хӳрине тăратать те, кулап-ярап! тесе калать, тет. Тюрл. Аслă пиччешĕнчен кĕçĕн пиччĕшĕ ирттерет («февраль и январь»). В этом же говоре после месяца ака-уйăх (уjы̆х) записан канлĕ уйăх, который, кажется, должен бы стоять после çу уйăх; но последнего в списке нет. Юрк. (в откр. письме ко мне из.. Симб., от 12 июня 1911 г.): «уйăх ячĕсем: 1) кăрлаç у., 2) нарăс у., 3) пушă-уйăхĕ;) 4) ака-у., 5) çăв-у., 6) хыт-суха у., 7) çум-у. (ана çинчи курăксене çумланăран кал.), 8) утă у.. 9) çурла у., 10) йĕтем у.., 11) юпа у., 12) чӳк у., 13) раштав у. Пӳркелĕнчи (в с. Бюрганах) чи ватă çынтан ыйтса пĕлтĕм». На одном листке, написанном рукою П. И. Орлова и относящемся к диал. д. Раковой, хыт-суха уйăхĕ поставлен седьмым, а çум уйăхĕ шестым. Нюш-к. (И. Е. Ефимов). Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх — 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. IЬ. 1) Раштав уйăхĕ, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нарс уйăхĕ, 4) юш уйăхĕ, 5) ака уйăхĕ, 6) çăв уйăхĕ, 7) канлĕ уйăхĕ (не «уйăх»!), 8) çĕртмь уйăхĕ, 9) ыраш аки уйăхĕ, 10) çурла уйăхĕ, 11) итем уйăхĕ, 12) юпа уйăхĕ, 13) чӳк уйăхĕ. Эпĕ ку уйăх шутне пăрмай шутласа тăракан карчăкран ыйтса пĕлтĕм. Вăл мана йĕркипе каласа пачĕ. Ытти çынсенчен те, хамăр ялсенчен, ыйткаласан, мана çак эпĕ ыйтнă карчăк (çинчен): лайăх пĕлет у уйăх шутне, çавăнтан ыйт эс уна, терĕç. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Вăл чылая çитнĕ çын, 80-сенче. Уф.? Январь-кăрлачă теççĕ, февраль уйăхне нурăс уйăхĕ теççĕ, март — пушă уйăх, апрель — ака уйăхĕ, май — çу уйăхĕ, июнь — çĕртме уйăхĕ, июль — утă улăхĕ, август — çурла уйăхĕ, сентябрь — авăн уйăхĕ, октябрь — юпа уйăхĕ, ноябрь — чӳк уйăхĕ, декабрв — раштав уйăхĕ. Кăрлачă тесе, питĕ кун кăр-сивĕ килнĕрен калаççĕ; нурăс уйăхĕ теççĕ кун ăшă енне кайса, кун йĕпенсе тăнăран; пушă-уйăхне этемпе выльăх çими пĕте пуçланăран калаççĕ; ака уйăхне ака тăваççĕ; çу уйăхне çулла пулнăран калаççĕ; çĕртме уйăхие çĕртме аки тунăран калаççĕ; утă уйăхне утă тунăран калаççĕ; çурла уйăхне тырă вырнăран калаççĕ; авăн уйăхне авăн аштарнăран калаççĕ; юпа уйăхне карта-хура нăкăтма юпа лартнăран калаççĕ (это неверно); чӳк уйăхне пирĕн чăвашсем чӳк тунăран калаççĕ; раштав уйăхне Христос çуралнăран калаççĕ. Тата эпĕ сире каланăчĕ: эпĕ вунвиç уйăх пулать, тенине илтнĕ, тесе. Вăл тĕрĕс мар, теççĕ, вуниккĕ анчах пулать, теççĕ. Только числалă уйăхпа пĕрле тумаç, унтан ялан малтан туса пырат, теççĕ. Кун шучĕсем пурĕ-пĕрех: 31-тен, 30-тан, 28-тан, 29-тан килет, теççĕ. Напр. кăрлачĕ уйăхĕ 18 декабря тăвать, тенĕ чăвашла калентар çинче, чăвашсем те çав таврана калаççĕ. 19 январта нурăс уйăхĕ тăват, 16 февралте пушă уйăх тăват, и т. д. — Месяцы у Г. Паасонена см. в его «Vосаb. 1. Tschuv.», стр. 69, 91, 110, 2, 139, 133, 195, 143, 26, 30, 190, 112. Тоскаево. Кĕçĕн-кăрлаç (январь. Сивĕпе аслă пиччерен ирттеретĕп эпĕ, Кĕçĕн-Кăрлаç. Кĕçĕн-кăрлаç сиввине чăтакăн леш тĕнчере ăшăнать, тет. Кĕçĕн-Кăрлаç çиленсессен, урăна тăла сыр, теççĕ. Кĕçен кăрлаç пит усал, ним парса та нимĕн илмест. Нарăс уйăхĕ (февраль). Нарăсна кĕçĕн-кăрлаç ĕлĕк пĕрре вăрçнă, тет. Кам урасе (= урасене) тĕпеклĕ тăвать? тесе каларĕç, тет, пĕр-пĕрне. — Эпĕ çынна тăла сыртаратăп! тесе каларĕ, тет, кăшкăрса, кĕçĕн-кăрдаç. — Эпĕ ташлаттаратăп, терĕ, тет нарăс. Çавăнпа чăвашсем: нарăс çитсессен, ташла, вăл ташланине юратать, теççĕ. IЬ. Ака уйăхĕ (апрель). Хире ака çитсессĕн, чăваш ака-пуçне тӳрлетет. — Ачам, хире тухсассăн: ака, пулăш, те. IЬ. Çу уйăхĕ (май). Эй ĕненĕм, ĕненĕм (чит. ĕнемĕм?), кай çукурма картаран: ырă-таса çимĕçпе тăрантса ярĕ вăл сана. Çĕртме уйăхĕ (июнь) «Çинçе» килет çинçелсе, тăвăр ĕçĕре часăрах. «Çинçе» (Тоскаево, Т. у.) = «Уяв» (Буинского у.). «Çинçе вуникĕ (12) кун пырать; çак вуник кун хушшинче нимĕскер ĕçлеме юрамасть; çи те, урама тухса вырт». Çинçе иртсен пулнă çĕртмене çĕр хапăл тăвать, теççĕ. Ут уйăхĕ (июль) (Тосваево). Утта пырса çапăнтăмăр; малашне, ачасем, чу касас пек ĕç тăрать; çавăнпа «авалхисене», ан аптăраччăр, тесе, хытă кĕл тумалла. Ки малтан турра «учук» ту; турра кĕл-ту ял-йышпе; çĕлĕкне илсе, ачу-пăчупа ӳксе пуççап. «Турă, сана пĕтĕм ял ял-йышпе асăнаппăр, укĕнеппĕр, пуççапаппăр, сана вăкăр пусса, выльăхпа силлетпĕр. Алăк патне кĕрӳне, тĕпеле кинне пар. Çурт çумне çурт хуш, мул çумне мул хуш». Турра кĕл-туса пĕтерсессĕн, «Çĕр йышне» кĕлтумалла. Çĕр йыш валли тына пусас пулать. Ял йышне, эй çĕр йышĕ, тĕпе питĕ пар, тăррине тутă пар. Пĕр пĕрчĕ акса, пин пĕрчĕ пар; ывăçпа акса, пӳлмепе пар. Çурла уйăхĕ (август). Хире çурла çĕкличчен, «чӳклеме» тăвас пулать. «Çĕнĕ тырă умĕнчен хур пусса, пĕтă пĕçерсе çырлахтар. «Килĕшпеле виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхпеле, çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпала, пĕр витре, виçĕ чашкă сăрапа пуççапаппăр сана, турă, ӳкĕтлетпĕр, асăнаппăр. Чӳклесе пĕтерсессĕн, «Пӳлĕхçе» асăн. Ăна чĕреспе виçĕ куркапа сăра тула кăларса ларт. Унтан вара «Хĕрлĕ çырана» асăн, тата «Пӳлĕхе» ӳксе пуççап. Вара «Карташ пăттине»: «çуратакан турă, çырлах», тесе, виçĕ юсманпа асăн. Унтан «Кепене» хур пусса, пăтă пĕçерсе, виçĕ юсманпа çырлахтар. Кайран «Аслă ырсене» «Кепе амăшне» килĕшпе çырлахтар. Чи кайран çичĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн çичĕ юсманпа «килĕш пăтти» пĕçерсе çи. Итем уйăхĕ (сентябрь). Итем уйăх çитнĕ пуль: «хав, хав» сасă илтĕнет. Юпа уйăхĕ (октябрь). Авăн уйăхĕ (ноябрь). Авăн тетĕмĕ çӳлелле хăпарсассăн, этемме канăçлăх пулать, тет. Чӳк уйăхĕ (13-ый месяц по старин. чув. сч.). Кĕлту, таванăм, ĕç пĕтĕрĕ; ырă чунпа чӳклеме ту. «Симĕс пуçлă кăвакал, вĕççе кай та, веççе кил. Картлă-картлă пашалу, кусса кай та, кусса кил. Вите кутне вăрă пар, карта кутне кашкăр пар» (!). В Б. Олг. записаны назв. мм.: вутойăх (вудоjы̆х), çорлойăх, ан-ойăх, йопойăх, чӳк-ойăх, мăн-кăрлачă (кŏр-), кĕçĕн-кăрлачă, норăс-ойăх, пошă ойăх, акойăх, çу-ойăх. В Н.-Карамалах, Белеб. у., чувашские месяцы соответствуют европейским; их 12: кăрлаç, нарăс-уйăх, пушă-уйăх, акуйăх, çăвуйăх, çĕртме-уйăх, утă-уйăх, çурла-уйăх, авăн-уйăх, юпа-уйăх, чӳк-уйăх, раштав-уйăх. Эти же самые названия записаны мною в д. Питушкиной, б. Курм. у., но только вм. çĕртме уйăх в этой деревне ставят çом ойĕхĕ, а 12-й месяц назван просто раштав. В Ой-к. — счет мм. тоже идет на европ. лад: 1) мăн-кăрлачă, 2) кĕçĕн-кăрлачă, 3) норс-уйĕх (уjэ̆х), 4) пуш-уйĕх, 5) ака уйĕх, 6) вутă уйĕх, 7) хĕр уйĕх, 8) çорла уйĕх, 9) авăн уйĕх, 10) йĕтем уйĕх, 11) чӳк уйĕх, 12) раштав уйĕх. Здесь юпа уйĕх пропущен, а на его место ошибочно поставлен йĕтем-у., который собственно является в др. говорах лишь варянтом названия авăн-у. — В новых книгах на чув. яз. названия месяцев часто употребляются без нарицательного «уйăх» и вполне соответствуют 12-ти мм. солнечного года. Их порядок: кăрлач, нарăс, юш, ака, çу, çĕртме, утă, çурла, авăн, юпа, чӳк, раштав. Кăлентар 1928 ç. Пушăн вун-саккăрмĕшĕ, 18-е марта. Альш. Имена месяцев соотв. европ. назв.: 1) кăрлаç. 2) нарăс, 3) пушуйăхĕ, 4) акуйăхĕ, 5) çăвуйăхĕ, 6) хытсухуйăхĕ, 7) утуйăхĕ, 8) çурлуя-хĕ, 9) йĕтем-уйăхĕ, 10) юпуйăхĕ, 11) чӳк-уйăхĕ, 12) раштав.

ут

лошадь (у низовых обыкн. только в поазии). Букв. Курнă ута ан хапсăн. Не зарься на ту лошадь, которую ты увидишь. (Посл.). Пшкрт. Ут, лошадь. Альш. Ут мар. Регули 1125. Ут омĕ сарлака. Альш. Çеçен хирĕн варринче çич-çунатлă ут пур, тет. Йĕвен илсе кайса, тыт. (Хĕр йĕрри). К.-Кушки. Кушкă ялĕ аслă ял, пĕчĕкçĕ пĕвĕм шăнăçмарĕ, Таяпа ялĕ кĕçĕн ял, ут пек пĕвĕм шăнăçрĕ. Б. Ута пăхакан çуран çӳремен, ватта пăхакан выçă çӳремен, теççĕ ваттисем. Ст. Айб. Кĕçĕн-кăна çырма кĕмĕл кĕпер, тилхепине ан та турт, ут сиктер. Б. Хирлепы. Çакă туя киличчен, утсам натне каяс-мĕн, пĕр хĕр чĕччи тытас-мĕн. Регули. 303. Утсам оя ярса килтĕм. . Утсам яма каятăп; ярсан, килеп. Якейк. Йори калаçрăм хора хĕрне утсам панче (на ночевом) çăвăрма. Сĕт-к. Утсам панчи ачасам. IЬ. Утсам панче эп çĕрĕ-çĕрĕпех çурмасттăмччĕ (не спал). IЬ. Утсампа кай — ездить на кормежку лошадей. IЬ. Пĕчĕкрех чохне эп утсампа кайма пит юрататтăмччĕ. N. † Хура вăрман хыçне капкăн хутăм, хура утшăн марччĕ, тилĕшĕн. Никат. Утне çĕниман туртине. (Пословица). Обыкновенно формулируется: утне çитмен — туртине. N. Ыр ут полас тьыхаран паллă, ыр çын полас ачаран паллă. СПВВ. ЛИ. Ут — лаша. Регули 1322. Утра та пор, этемре те пор лайăх. IЬ. Авал ут аш (конину) çиса. Б. Олг. Кĕртĕмĕр, ута тăратрăмар; ут туартăмăр, кĕртĕмĕр Хӳетĕр патне. Б. 13. Ут тăвать те, вăкăр çийет. (Послов.). СТИК. Утсем валли çăлма каяп-ха (траву для лошадей).

утă чӳкĕ

утă чӳк, моленье перед сенокосом. Н. Седяк. Утă чӳкне валли ялпалан пĕр пысăк вăкăр сутăн илеççĕ. Утă чӳк кăш вăхăтра пулассине пурте пĕлсе тăраççĕ. Утă чӳкне ĕлĕкренпех хирте пĕр вырăнта тăваççĕ. Кашни çул ял çыннисем пĕр-пĕрин хыçĕнчен черетпе така илсе каяççĕ. Кашни килĕрен унта çăнăх-кĕрпе илсе пыраççĕ; хăшĕ кăвакал, хур чĕппи илсе пыраççĕ. Çак япаласене пурне те хире илсе кайса, унта пусса пĕçерсе, чӳклесе çиеççĕ. Чӳклесен, вăкăр ашне çынсене валеççе çитереççĕ. Чӳк тăвассине пĕр ватă çын тăвать. Утă чӳк тăвакан çĕрте халăх питĕ нумай пулать, пасар пек. Çак чӳке тусан, утă çулма юрать, унччен çултармаççĕ. Тепĕр кун икĕ-виçĕ старик, тепĕр çĕре кайса, урăх йĕрĕх чӳк тăваççĕ. Утă чӳкне çур аки пĕтсен тăваççĕ. Çур-аки пĕтсен, пĕр эрне çĕр чанма хушмаççĕ; çак çĕр чавма юраман вăхăта «çинçе» теççĕ. Çинçе вăхăтĕнче килте пурăнаççĕ, утă чӳкне те çак вăхăтра тăваççĕ.

Учук çырми

назв. местности. Тайба-Т. Учук çырми — долина, где местные чуваши совершали общие моления, называемые вăкăр учук. То же назв. встреч. и в др. местах.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

бык

сущ.муж.
вăкăр; племенной бык ăратлă вăкăр; дикие быки кайăк вăкăрсем ♦ здоров как бык сып-сывă

зубр

сущ.муж.
зубр (кайăк вăкăр)

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

вол

кастарнă вăкăр, ĕç вăкăрĕ.

холощёный

кастарнă (вăкăр).

бизон

бизон (Америкăри тискер вăкăр, зубр).

буйвол

, -ица буйвол (вăкăр евĕрлĕ выльăх).

бык

I вăкăр.

бычок

, -чка 1. çамрăк вăкăр; 2. Хура тинĕсри вĕтĕ пулă.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

бизон

м. бизон (Çурçĕр Америкăри кайăк вăкăр).

бык

м. вăкăр; брать быка за рога см. href='/s/брать'>брать; здоров как бык вăкăр пек тĕреклĕ; упёрся как бык хăйĕнни çинчех тăрать.

бычачий

прил. вăкăр ⸗ĕ [⸗и]; бычачий рог вăкăр мăйраки.

бычий

прил. вăкăр ⸗ĕ [⸗и]; бычий рог вăкăр мăйраки.

бычок

м. çамрăк вăкăр; быть бычку на верёвочке алла лекетех-ха, çакланатех-ха.

вол

м. ĕç вăкăрĕ, кастарнă вăкăр; работать (или трудиться) как вол вăкăр пек ĕçле.

кашка

ж. 1. ласк. от каша 1. пăтă; 2. бот. вăкăр пуçĕ (курăк).

молодой

прил. 1. (по возрасту) çамрăк, яш; пĕчĕк; молодой человек çамрăк çын; молодой бычок çамрăк вăкăр; молодые берёзки пĕчĕк хурăнсем; 2. (присущий молодости) çамрăкла, яш-кĕрĕме тивĕç; молодой задор çамрăкла хастарлăх; 3. (недавно работающий) çамрăк; молодые специалисты çамрăк специалистсем; 4. (недавно появившийся, созревший) çĕнĕ, тин тунă, çамрăк; молодой месяц çĕн уйăх; молодой картофель çĕн улма; молодое пиво çĕн сăра; 5. в знач. сущ, молодой м., молодая ж. кĕçĕн çын; кĕçĕн çын упăшки, тин авланнă çын; молодые мн. çамрăк мăшăр; из молодых, да ранний çамрăк пулсан та пултаруллă; молодо-зелено симĕс, ăса кĕмелĕх ӳсмен.

овцебык

м. така-вăкăр (така тата вăкăр паллиллĕ чĕрчун).

первобытный

прил. 1. чи авалхи; первобытный человек чи авалхи этем; 2. перен. (дикий, некультурный) тискер; первобытные нравы тискер йăласем; 3. (девственный) алă тивмен, çын курман (е пулман), ура пусман; первобытный лес çын алли тивмен вăрман; 4. палеонт. авалхи; первобытный бык авалхи вăкăр.

подорожник

м. бот. чĕкеç (е шăнăр) курăкĕ, вăкăр хӳри.

трёхгодовалый

прил. виç çулхи; трёхгодовалый бык виç çулхи вăкăр.

холощёный

прил. кастарнă; холощёный бык кастарнă вăкăр.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

вăкăр

угез

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Stier

văkăr
вăкăр

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

вăкăр

, днал. мăкăр «бык», «вол» др. тюрк., МК, аз рб., туркм., тур. ӧкӳз, кирг., кумык. огӳз, уйг. hокӳз, узб. хукиз, казах., ног. ӧгиз, к. калп. огиз, башк., тат. ӳгез «6ык» «вол». Ср мопг. ӳхер «крупный рогатый скот»; ӳкэр жил «год быка» (второй год животного цикла); калм. ӳкр, бур.-монг., и. уд. ӳхэр «корова». Возможно, звукоподражательное; ср. тур. огӳр, башк., тат. ӳкер, казах., ног. ӧкир, кумык. ӧкӳр, уйг, hӧкӳри, бокӳри «реветь». По мнению А. М. Щербака, „слово оғуз относится к числу древнейших заимствований из индоевропейских языков" (ИРЛТЯ 98). (Такого же мнения Gy. Nе́meth. См. ВЯ, 1963, 6, стр. 128. Прим. ред.)

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Пăлахая пер

Пăлахая пер симулировать, притворяться, прикидываться.
— Пăлхатма пĕлетĕн, ответ тытма вăхăт çитсен — пăлахая перетĕн. А. Ĕçхĕл. Тем тесен те аван мар-çке халăх умĕнче пăлахая персе пурăнма, çыннăн нимĕн те ыратманнине, вăл вăкăр пекех сыввине пурте пĕлеççĕ вĕт. Л. Агаков.

Хĕрлĕ вăкăр сĕкнĕ

Хĕрлĕ вăкăр сĕкнĕ сгорел.
Ун çуртне хĕрлĕ вăкăр сĕкнĕ.

Чуна кăлар

Чуна кăлар мучить / замучить кого.
Пĕр чăпар вăкăр мана тĕлĕкре хăваласа чуна кăларчĕ.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

автан

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран (чĕрчунтан) вуннăмĕшĕ. Вьетнам, Китай, Япони, ... ытти хăш-пĕр çĕршывсен календарĕнче кашни çулталăка выльăх-чĕрлĕх тата тискер кайăк ятне панă. Çав ятсем 12 çулхи çаврăмпа ылмашăнса пыраççĕ. Вĕсем çаксем, 1. Йĕкехӳре (Шăши). 2. Ĕне (Вăкăр). 3. Тигр. 4. Куян (Кролик). 5. Аç-таха. 6. Çĕлен. 7. Лаша. 8.Сурăх (Така). 9. Упăте. 10. Автан (Чăх). 11. Йытă. 12. Сысна (Кабан). КЯ, 15.05.1988, 4 с. Шухăшлавçăсем, ăсчахçăсем Автан çулĕнче çуралаççĕ. ЯБ, 1990, 1 /, 62 с. — Автан çулне кĕр (Х-р, 22.03.1993, 4 с.; ÇХ,1998, 1 /, 5 с.). 2. Ç.п.,астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Автан çулĕнче) çуралнă çын. Автана кăçал ĕмĕтсем татăлни кулянтарма пултарать. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Автансем ... çĕнĕ çула та асăрхануллăн йышăнаççĕ. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с. Автан çитес çул чылай лăпкăрах тата ирĕклĕрех пурăнма пултарать. ÇХ,1999, 49 /, 8 с. — Автан-хĕрарăмсем, Автан-арçынсем (Х-р, 31.12.1992, 3 с.). 3. П.п., калаç. Ирĕлтернĕ сахăртан ачасене ĕмме хатĕрлекен пылак çимĕç. П.Большаков хăйĕн килĕнче пылак автансен «инкубаторне» уçнă. К-н, 1966, 9 /, 12 с. Сахăртан тунă «автан». Х-р, 20.01.1994. 4. П.п., калаç. Чупкăн арçын; хĕрарăм кĕтӳççи, ĕревĕç. Пĕлтĕр мана «автан» тесе чĕнетчĕç. Çук, Автан çулĕнче çуралнăран мар, чиперккесене час-час улăштарнăран. ÇХ, 1998, 42 /, 10 с. Çав мехелпех пуçлас пуль сăмаха... Каçтака мар, автан шырамалла. ТА, 1998, 1 /, 36 с.

аçтаха

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран пиллĕкмĕшĕ. Кăçалхи çул Аçтаха çулталăкĕ шутланать. КЯ, 15.05.1988, 4 с. Аçтаха паллипе çуралнисем тарап (кутăн) кăмăллă та кăра, анчах ĕçчен, пултаруллă. ЯБ, 1990, 1 /, 64 с. Мĕскĕн Кролик çулне асар-писер Аçтаха ылмаштарать. ÇХ, 1999, 49 /, 2 с. 2. Ç.п.,астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Аçтаха çулĕнче) çуралнă çын. Кăçал телейАçтаха аллинче. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Автанăн чи лайăх тусĕсем е мăшăрĕсем, Вăкăр, Çĕлен, Аçтаха. Х-р, 31.12.1992, 3 с. Аçтахасен ... пĕрремĕш вырăнта ĕç тата ӳсĕм картлашки. ÇХ, 2003, 2 /, 5 с.

аташу

п.п. Айкашу, алхасу, ашкăну, иртĕхӳ. Каллех ĕнтсе ямалли выляв, чӳхенӳ, аташу. В.Эктел, 1996, 43 с. Вăйăран вăкăр тухать тенешекел, çамрăксен аташăвĕ ырăпа вĕçленмен. ÇХ, 1998, 13 /, 3 с.

вăкăр

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан 12 паллăран иккĕмĕшĕ. Хĕвелтухăç гороскопĕпе Çĕнĕ çулВутлă Вăкăр çулĕнарăс уйăхĕн 7-мĕ-шĕнче ... пуçланать. Х-р, 5.02.1997, 4 с. Акă ĕнтĕ «Вăкăрпа» сывпуллашма, «Тигра» хапăл тума вăхăт. ÇХ, 1998, 1 /, 4 с. 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра çуралнă çын. Вăкăр-арçынсемшĕн хĕрарăмсемпе хутшăнасси [Качака çулĕнче] çăмăлах мар, мĕншĕн тесен хăнăхнă йĕркесенчен пăрăнма тивет. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Вăкăр çитес çул темиçе хутчен те йывăр лару-тăрăва лекет. ÇХ, 1999, 49 /. 8 с. Ачасем ... иккĕшĕ те Вăкăр. Х-р, 13.04.2001, 3 с. 3. Ç.п., астрол. Çулталăк çаврăмĕпе пыракан Хĕвел çав ятлă çăлтăрсен ушкăнĕнче чухне (21.IV—21.V) çуралнă çын. Çĕртме уйăхĕнче Вăкăрсенчен чылайăшне Ăнăçу турри хăй хӳттине илет. Х-р, 3.06.1992, 4 с. Вăкăрсене нумайччен пĕр ыйту хумхантарĕ, мĕнле майпа укçа тупас. К-ш, 1998, 7 /, 8 с. Ф.Киркоров Качака çулĕнче çуралнă Вăкăр. ÇХ, 2000, 6 /, 5 с.

каçалăк

п.п. Хутлăх, анлăх, талккăш; область, сфера. Çавăнтанпа вара Василий Филиппович культурăпа çутĕç каçалăкĕнче ĕçлет. С.Шавлы, 1968, 100 с. Тырра халь каçалăкпа вырмаççĕ. Анчах аслă пурнăç уй-хирĕнче кашни çыннăн хăйĕн каçалăкĕ пур. А.Эсхель, 1983, 155 с. Пурнăç нушине çамрăклах хуçалăх ĕçĕн тĕрлĕ каçалăкĕсенче астивнĕ. Я-в, 1995, 9 /, 57 с. Вăкăр умĕнче анлă каçалăк уçăлать, пур пуçару та ăнăçать. Х-р, 11.04.1998, 8 с. — ĕç каçалăкĕ (Хв.Уяр, 1978, 30 с.); проза каçалăкĕ (Ю.Артемьев, 1980, 86 с.); чун каçалăкĕ (А.Емельянов, 1985, 346 с.); литература каçалăкĕ (Э-и, 1992, 11 /, 5 с.; УС, 1999, 46—47 /, 7 с.; С-р, 2002, 40 /, 6 с.); наука каçалăкĕ (Х-р, 24.08.1993, 3 с.); пултарулăх каçалăкĕ (Ç-т, 1999, 1—2 /, 29 с.); кун-çулăмăр каçалăкĕ (А.Смолин, 1999, 40 с.); çырулăх каçалăкĕ (Х-р, 9.01.2002, 4 с.).

кушак

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан 12 паллăран (чĕрчунтан) тăваттăмĕшĕ; Кролик. Тухăçри кун тăрăмра (календарьте) çулсене чĕрчунсен ячĕсемпе палăртаççĕ, Йĕкехӳре, Вăкăр, Тигр, Мулкач (Кушак), Аçтаха... ЧС, 1993, 10 кл., 6 с. 1999 çулКушак çулĕ. Т-ш, 1999, 1 /, 2 с. Гриша, Кушак çулĕнче мĕн кĕтетĕн. ÇХ, 1999, 1 /, 12 с. Кушак çулĕ мĕнпе асра юлчĕ-ха. ÇХ, 1999, 49 /, 3 с. 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Ку-шак çулĕнче) çуралнă çын; Кролик. Кăçал Кушакăн ... кĕвĕçӳ туйăмĕ çĕнĕрен çуралать. Х-р, 13.02.1991, 8 с. Кушаксем ку çула çемье ăшшипе киленсе пăтăрмахсемсĕр ирттерĕç. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с. Хĕр Кушак ыттисене тунсăхлăхĕпе илĕртет. Т-ш, 1999, 1 /, 2 с.

мини-ферма

ç.с. Выльăх-чĕрлĕх тытма йĕркеленĕ хушма хуçалăх; пĕчĕк ферма. Шкул çумĕнчи мини-фермăра 4 ĕне, 3 сысна ами, 5 вăкăр тытаççĕ. ÇХ-рĕ, 8.12.1999, 2 с.

пăру

ç.п., астрол. Вăкăр (туп., 3). Пăрăвăн нумай ĕçлеме тивет. Т-ш, 13.02.1991, 7 с. «Сурăх» ... «Пăрусемпе» туслашма пултарать. Ç-т, 1992, 3 /, 30 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

буйвол

Китай çĕрĕнче пурăнакан пысăк вăкăр. Буйвол (пысăк Китай çĕрĕнче пурăнакан вăкăр) вăйне эпир ак çакăнтан пĕлетпĕр [Çулталăк 1914:33].

мĕкĕр

ĕнĕрле. Шăхчи пăсăлсан вăкăр шăнă чухне ыратнипе пилĕкне авать, шăлне йĕрет, хăш чухне мĕкĕрет (ĕнĕрлет), шăкĕ ирĕксĕр анчах тухать [Сельский 1910:29].

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

бантенг

бантенг — bos javanicus [Кăнтар Азире пурăнакан тискер вăкăр]

бизон

бизон — bison bison [Çурçĕр Америкăра пурăнакан шултра тискер вăкăр]

буйвол

буйвол — bubal us [пысăк тискер вăкăр]

гаур

гаур — bos gaurus [Кăнтăр Азире пурăнакан пысăк тискер вăкăр]

зубр

зубр — bos bonasus [Европара пурăнакан пысăк тискер вăкăр]

пулă

рыба — pisces [шывра пурăнакан çурăм шăммиллĕ чĕрчун]; вăкăр пуслă пулă бычок-крушак — neogobius melanostomus [тинĕсре пурăнакан вăкăр пуçлă пулă]; вĕçевçĕ пулă летучая рыба — cheilopogon pirinatibarbatus [тинĕсре вĕçсе ишекен пулă]; йĕп пулă игла-рыба — syngnathus typhle [йĕп евĕрлĕ тинĕс пулли]; йĕплĕ пулă колюшка — culaea inconstans [йĕплĕ тинĕс пулли]; йӳçек пулă горчак — rhodeus sericeus [карп йышши пулă]; йытăлла пулă рыба-собака — sphaeroides rubripes [тинĕсре пурăнакан йытă пуçлă пулă]; кăвак пулă синец — abramis ballerus [карп йăхĕнчи кăвак çурăмлă пулă]; пăчкă пулă пила-рыба — pristis pectinatus [пăчкă сăмсаллă скат]; симĕс пулă елец — leuciscus leuciscus [карп йышши пулă]; çĕлен пулă вьюн — misgurnus fossilis [пĕчĕк усиллĕ, çĕлен евĕрлĕ пулă]; çыпçăнчăк пулă уклейка — alburnus alburnus; уйăхла пулă луна-рыба — mola mola [тинĕсре пурăнакан уйăх евĕрлĕ пулă]; хăйăр пулли щиповка — cobitis taenia [çĕлен евĕрлĕ пĕчĕк пулă]; хĕç пулă меч-рыба — xiphias gladius [хĕç евĕрлĕ çӳхе çăткăн тинĕс пулли]; хулăн çамкаллă пулă толстолобик — hypophthalmichthys molitrix; чулай пулли подкаменщик — cottus gobio

солитёр

солитёр — taenia [этем пыршинче пурăнакан хаю евĕрлĕ вăрăм шĕвĕрĕлчен]; вăкăр солитёрĕ бычий солитёр — taenia hynchus saginatus; сысна солитёрĕ свиной солитёр — taenia solium

такалл вăкăр

овцебык — ovibos moschatus [çурçĕрте пурăнакан такапа вăкăр евĕрлĕ кавлекен чĕрчун]

як

як — bos mutus [Тибет тăвĕсем хушшинче пурăнакан пысăк тискер вăкăр]

Çавăн пекех пăхăр:

вăкăльт вăкăн вăкăнлеттер вăкăньлеттер « вăкăр » Вăкăр çăлĕ вăкăр кукăр кучĕ вăкăр пуçлă пулă вăкăр солитёрĕ Вăкăр хăртни

вăкăр
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150