Шырав: звено

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

вĕç

конечный, концевой
çул вĕçĕ — тупик
урам вĕçĕ — конец улицы
уйăх вĕçĕнче — в конце месяца
çулталăк вĕçнелле — к концу года
вĕç сыпă — конечное звено (напр. ограды)
вĕçрен вĕçе — из конца в конец
вĕçне çитер — доводить до конца, завершать (напр. дело)
вĕçне тух — прийти к концу, достигнуть конца

звено

звено

звено

звеньевой
пионерсен звено — пионерское звено
механизациленĕ звено — механизированное звено
пахчаçимĕç звено — овощеводческое звено
звено пухăвĕ — звеньевое собрание

йӳн

2.
звено (забора)
пĕр йӳн карта сӳт — разобрать одно звено забора

кантăк

оконный
кантăк карри — оконная занавеска
кантăк куçĕ — звено окна
кантăк харши — оконная рама
кантăк витĕр пăх — смотреть в окно
кантăк лартакан — стекольщик

каркăч

4.
колено, сочленение
звено

бамбук каркăчĕсем — коленья бамбука

картлă

6.
коленчатый, имеющий колено, звено, сочленение
картлă бамбук — бамбук с коленьями

куç

6.
звено (окна)
пĕр куç кантăк — одно звено (рамы)

механизациле

механизировать
ялхуçалăх производствине механизациле — механизировать сельскохозяйственное производство
выльăх-чĕрлĕх фермисене комплекслă механизацилени — комплексная механизация животноводческих ферм
йывăр ĕçсене механизацилени — механизация трудоемких процессов
механизациленĕ звено — механизированное звено

нирке

1.
венец, звено (ряд бревен сруба)
нирке хур — заложить венец

октябренок

октябренок
октябреноксен звени — звено октябрят

сыпă

4.
колено, часть, отрезок (между стыками)
пролет
звено
ступень

икĕ сыпă карта — два пролета забора
лупасай сыппи — пролет навеса (между двумя столбами)

сыпăк

2.
колено, часть (между стыками)
пролет
звено
ступень

кусан сыпăкĕсем — звенья гусеницы
карта сыпăкĕ — пролет забора
ракета сыпăкĕсем — ступени ракеты
сăнчăр сыпăкĕ — звено цепи

сыпăк

6. перен.
звено, составная часть
технологи сыпăкĕсем — технологические звенья
вăтам сыпăкри кадрсем — кадры среднего звена

тăрăх

1.
пролет, звено
çичĕ тăрăх хӳме — семь звеньев забора

чӳрече

оконный
мачча чӳречи — слуховое окно
пĕчĕк чӳрече — окошко
чӳрече ани — оконный пролет
чӳрече карри — занавеска, штора
чӳрече куçĕ — звено оконного стекла
чӳрече сулли — косяк
чӳрече хашаки — наличник окна
чӳрече хуппи — ставни
чӳрече чаршавĕ — гардина
чӳрече янахĕ — подоконник
чӳрече кас — прорезать, прорубить окно
чӳречесене хуп — закрыть окна

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сыпă

(сыбы̆), стык, сочленение, коленцо, сустав. N. Сыппа лар, образовать сочленение. Цив. † И кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕнĕ кантăр. ЧП. Шемексенĕн хĕрĕсем сыпписерен ăсĕсем. Альш. † Леш кассенĕн каччисем сыпписерен ăсĕсем. Чотай. † Олăх толли олăх кĕпçи, татрăм-пăхрăм — сыппи çок, çирăм-пăхрăм — тути çок. ЧП. Сыпăсăр кĕпçе. VS. Ура сыппи шăмми, щиколотка. || Звено. Янш.-Норв. Ултă хуме сыппине утса çитсе пулмарĕ. || Плаха. N. Пысăк йывăç сыпписем, тĕпĕсем пулнă (были там). || Протяжение. Хора-к. Ĕмĕр сакки сарлака, порăнăç сып(п)и вăрăм. || Часть избы. Собр. Алăкран кĕрет те, сыппа ларат, куçне-пуçне чаркалат. Ау 278. Ах сасăçăм, ырă курас пулсассăн, алăк сыппа илтĕнтĕр. Рак. Тĕпел сыппа çитсен, тĕлĕнтĕм. Тайба. Пире хирĕç тухса илсессĕн, тĕпелĕн сыппинчи çын эпир; хирĕç тухса илмесессĕн, алăкăн сыппинчи çын эпир. (Хĕр сăри). || Завязка, поясок наряда сарă. Такмак. Сарă çукки çĕрĕк çăпата çыхса пырăр. Сыппи пулмасан, çĕрĕк тăла сыпса ярăр. Ст. Ганьк. † Сакăр пире сарă сыппи пилĕке çитми тумарăм. Неверк. Хума хĕррин сарă сыппи çитмен. (Сулă). || Широкая межа, отделяющая один ряд загонов от другого ряда (межа идет по концам загонов); ряд загонов расположенных смежно. Шел. П. 63. Унтан ыраш хушшипе ана сыпписемпе, йăранĕсемпе кайса, пĕр кӳлĕ хĕрне пытăмăр. Ст. Чек. Çак сыпăпа çумăр çуса карĕ (вдоль „сыпă ана“). Ib. Çак сыпăпа кай. Иди по этой меже. Ib. Сыпă имеет ширину 80 саж. (длина загона): пĕр сыпă ана, икĕ пуçĕнче ана сыппи икĕ сыпă хушши сыпă ана пулат (в длину загона). Виçĕ çухрăма икĕ сыпă ана пырат. Пĕр сыпă ана кай та, аслă çула тухăн. Альш. Елшел пĕр-икĕ ана сыппи çулерех кайса тунă хире (кладбище). || Квартал, участок. Юрк. Вуникĕ сыпă хулине утса тухса пулмарĕ. См. след. сл.

сыпăк

(сыбы̆к), коленцо, сочленение, сустав. См. сыпă. Альш. † Сыпăкран сыпăка ларнă, тет, çав хăмăш. Ib. Йĕме чарăн ĕнтĕ, сыпăксăр кĕпçеI (Гов. ребятам, плаксам). Трхбл. Вуникĕ купа ут(ă) хушшииче пĕр сыпăксăр кĕпçе ӳстертĕм. Чув. Сорм. † Вуникĕ капансем хушшине пĕр сыпăксăр кĕпçе ӳстертĕм. || Звено, узел. Сред. Юм. Вĕрен талсан (= татăлсан) сыпаççĕ те, сыпăк полать. ЧП. Урай хăми сыпăкĕ. || Раздел, глава. Ачач 81. Ку сыпăкра акă, çав хăй темскер курас умĕн, урамра мĕн курни-илтнисем çинчен çырăпăр. || Ступень. Кан. Иккĕмĕш сыпăк шкул, школа второй ступени. || Колено (в песнях). Кĕвĕсем. Пĕр шупчăк çеç калать сăввине, çĕр сыпăклă сăввине (со множеством колен). || Куплет. Изамб. Т. Такмакне пĕр сыпăк каласан, хĕвеле май юрласа çавăрнаççĕ. Ст. Шаймурз. Мĕн пурĕ тăхăр сыпăк (отдельная часть наговора). || Перерыв. N. Пĕр сыпăксăр, без перерыва (обоз). || Часть избы. Альш. † Усал курас пулсассăн, тĕпел сыпăкран ан ирттĕр („голос мой да не будет слышен“. Хĕр йĕрри). || Квартал, участок. Альш. Пурчавран иртсен, татах каять. Чакăлтăма çитиччен тепĕр сыпăк вăрман. || Ряд смежных загонов. Собр. Виçĕ сыпăк юнашар вырма лăйăх, теççĕ. || Поколение. N. Çавăн пек ӳтрен пулнă сыпăкĕ вилсе пырать, тепĕр сыпак çуралса пырать. Орау. Вăсенĕн пуянлăхĕ вунă сыпăка та пырĕ. Ала 83. Киле тавăрăнсан, ун чух унăн тăванĕсем пĕтсе виçĕ сыпăк вилнĕ, тет, ĕнтĕ унăн тăванĕсем, çĕлен ывăлĕсем, тата кусен ывăлĕсемпе вилнĕ пулать. N. Хывнă чух икĕ сыпăка çитиччен анчах хываççĕ; хăйсен вилнĕ ачисене, вилнĕ тетĕшĕ-йăмăкĕсене, ашшĕне-амăшне, аслă ашшĕне, аслă амăшне (если поминающий помнит их смерть). Ашшĕпе-амăшне хăй астумаст пулсан та хываççĕ. Сред. Юм. Ырă çыннăн тивлечĕ сыпăкран сыпăка пырать. Календ. 1911. Вăл çĕр сыпăкран сыпăка пынă.

тăрăх

(ты̆ры̆х, тŏрŏх), длина (полотна). Янш.-Норв. Пилĕк тăрăх шур пирĕпе виçĕ тăрăх улача пур. КС. Тăрăх, цельная холстина (пир тăрăхĕ). Слеп. Пĕр тăрăх пир (20—25 аршăн и 10 аршăн). Янтик. † Тăрăх-тăрăх шурă пир, тăрăхĕ вăрăм пулинччĕ. Чăвашсем 22. Вăл вара вĕсенчен виçшер тенкĕ укçа, пĕрер тăрăх пир илнĕ, пĕр четвĕрт эрех ĕçнĕ, тет. Султангул. † Тăрăх-тăрăх улача, касса пĕтмĕ, терĕр-им? Пĕвĕ ӳссе çитĕ те, ăсĕ кĕрсе çитĕ те, ĕмĕрне каймĕ, терĕр-им? N. Ун пуçĕнчен шухăшсем кумса пĕтернĕ тăрăха тĕрлеме пуçларĕç. Хăшĕ-ха ун чăн илемлĕ тĕрри? Ал. цв. 12. Аслă хĕрĕсем хăйсен пурçăн тăрăхĕ çине ылттăн кĕмĕлпе тĕрлекен ĕçĕсене пăрахса, ашшĕне хирĕç чупса тухаççĕ. Сред. Юм. Пир кăнтарăм; пир, тăла тĕртсе кăларсан: пĕр тăрăх тĕртсе кăлартăм, теççĕ. || Мера ниток? || Звено. N. Вăл вăкăр хапхаран кĕреймен, ăна çичĕ тăрăх хӳме сӳтсе картишне кӳртнĕ, тет. (Такмак). Тайба Б. † Ултă тăрăх хăмана утса тухса пулмарĕ. || Плаха. Орау. Виçĕ тăрăх вутă исе килтĕм (три плахи). N. Нимене çич лав карăмăр. Тăрăхине пĕтерсе килтĕмĕр, çатрака юлчĕ. Собр. † Тăрăх-тăрăх вут сыппи, ялан ĕне ури айĕнче. Орау. Тăрăх, полено трехаршинное. Ib. Пĕр тăрăх вутă парса ярăр-ха мана кивçен. || Полоса. Толст. Унтан ункăран унка пĕр вершук çитейми тимĕр тăрăх илнĕ. || Местность. КС. ЧС. Пĕрре пирĕн тăрăхра выльăх мурĕ пулчĕ. Кан. Ункă тăрăхĕнче ун пек пуян урăх çук та. N. Хамăр тăр(ă)хсам çок. Нет людей из нашей местности. || Продольный. Ст. Чек. † Пруххăртейĕн хыçĕнче тăрăх хăма çураççĕ. Собр. Уйра тăрăх пăта тăсăлса выртат. (Йăран). N. Тарăх та выртрăм, Елекка, урлă та выртрăм, Елекка, юраймарăм, Елекка. (Старинное изречение). || Употребляется в качестве послелога. Орау. Манахсам тăрăх çӳрерĕм, вырăн çук. Паян кĕпĕрне хуçи патне кайса пăхмăр-ши? Вырăнсăр юлап вĕт. Халь Пашалу тута патне кайса килем-ха. Час килеп. N. Çак çын ĕнтĕ, юмăç каланине манас мар тесе, çул тăрăхах (по всей дороге): пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, тесе таварăнать, тет. Ал. цв. 7. Çав пусма тăрăх вăл патша çуртне кĕрет. N. Вĕсенчен хăшĕ министр патĕнче, унăн канцелярийĕсенче ĕçлеççĕ, хăшĕ пĕтĕм патшалăх тăрăх ĕçлеççĕ. Мошков. † Ула кушак, шур кушак ширшанта (шаршан та?) тăрăх (scr. торэх) кускалать; ача чнпер (çавă пур та), хĕрсен тăрăх кускалать. Регули 173. Вăл каланă тăрăх эп турăм. Ib. 1308. Порне тарăх волать. Япала тăрăх шотласа парăп. Ib. 1085. Вăл мана хĕнерĕ, эп çавăн тăрăх (çавăнпа) çилентĕм. Хăр. Паль. З2. Мăя тăрăх çăмăр шывĕ кайрĕ. Урмаево. Карчăкăн ывăлĕ сахат тăрăх мар, минут тăрăх çитĕнет, тет (рос). Туй. Хĕрĕ унта мар, хĕр туйĕ вăл вăхăтра çӳрет хурăнташсем тăрăх. Батыр. Ашшĕ тăрăх ывăлĕсем. По отцу и сыновья. (Послов.). Чăв. й. пур. 5°. Кĕнеке тăрăх хисеп турĕç (счет, вычисление). Сенг. Манран (надо мною) киле кайнă чух çул тăрăхах кулса пычĕç. Кан. Апат кĕренкке тăрăх пĕрле çитереççĕ. Ib. Ăна халăх яуррИсем тăрăх çырнă. N. Чăваш ялĕсем тăрăх çӳреме тухса кайнă. Регули 172. Вăл панă тăрăх эп те патăм. Ib. 1307. Çол тăрăх йăвăçсем тăраççĕ. Ял тăрăх çӳрет. О сохр. здор. Вăл ĕç телей тăрăх пулать. Это зависит от счастья. Вишн. 59. Апата нумай çиесси вăл вĕреннĕ тăрăх килет. N. Ĕçленĕ тăрăх (или: тунă ĕç тăрăх), сдельно. О сохр. здор. Вăл çул тăрăх, е уйăх тăрăх килет (здоровье). КС. Арăм тăрăх, из-за жены. Ib. Çав ятлаçу сан тăрăх туххăрĕ (из-за тебя). N. Эпĕ инспектор патне çырса ятăм жалованье яман тăрăхран. Чăв. й. пур. 21°. Çав Ивана, хăй пит вĕçкĕн тăрăх, çынсем хăне те мăшкăллакаланă. Шурăм-п. Юрлакан хăй савнă тăрăх — кирек хăш кĕввине те юрлама пултарать. Регули 1070. Олпут ачишĕн (ачи тăрăх) анчах конта порнатăп. Ib. 117. Эп онпа поплесе пол тытаç тăрăх. Ib. 54. Эп онпа поплесе тыр сотмалли тăрăх. N. Эсир каçет тăрăх илтнĕ пуль. О сохр. здор. Çавăнпа палакансем, камитсем курма, юрăсем, ташăсем, килти вак-тĕвек ĕçсем çынсене пит усăлă, мĕшĕн тесен кирек кам та, ĕçлекен çын, ун тăрăх канать. N. Çав тăрăх ăна вăл малтанах пĕлтернĕ паллă вырăнне хунă. N. 1903-мĕш çулта, Кирилловка хулинче выставка пулнă чух, эпĕ унта хам пĕлекен тĕрлĕ ремесла тăрăх тунă япаласене ятăм. N. Пирĕн йомахласси те пиçмо тăрăх анчах. ТХКА 98. Кĕлеткем пĕчиккĕ пулсан та, кĕлеткем тăрăх пăхтартăм. НИП. Пăрлă шыв пуç тăрăх яратчĕ. N. † Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Чураль-к. Урпа ани урлă, сĕлĕ ани тăрăх. (Хура пӳрт маччи). N. Урама тăрăх. ЙФН. Атти ани çула тăрăх. ЧП. Пирĕн ани çула тăрăх. N. † Ту-ту тăрăх тупăлха, турта тума юрĕ-ши? Шыва тăрăх хурама, пĕкĕ авма юрĕ-ши? Нюш-к. Вăрмана тăрăх чукун çулĕ иртсе каять. || Б. Яныши. Йăтти ачашланса тăрăх сикет, тет. Сред. Юм. Йытă паллакан çынна корсан тăрăх чĕвенет (встает на задние лапы, передними упирается на человека). N. Унтан тăрăхах йĕтĕн çине пир хураççĕ (в гроб). ТХКА 92. Хура йытă пулсан, мана хирĕç сиксе тухатьчĕ вăл йăпăлтатса, хӳрине вылятса, хам тăрăх сикетчĕ. Сред. Юм. Пĕр пĕчик йытăпа аптăранă эпĕ паян, пĕр май хам тăрăх сикет.

куç

(кус), коç (кос), глаз. N. † Хĕп-хĕрлĕ чĕремшĕн йĕре-йĕре, икĕ улма пек куçма пĕтертĕм. N. Вилнĕ çын, вилсен куçне уçса выртать пулсан: вăл çилленчĕ пулĕ, теççĕ. N. Куçпа килчĕ. Вернулся с военной службы по причине болезни глаз (срв.: куçпа яраççĕ, куçпа выртать). N. укçан куçĕ çук. (Послов.). Сред. Юм. Паян тола тохман та, тола тохсаннах, куç кашарса каять. Ib. Куçпа пăхсан (на глаз), пĕр виç-тăват çохрăмран та ытла пик мар; кайма тăрсан, вăн çохрăм та полĕ. Ib. Куçа пĕтерсе ятăм, глаза заболели, и я никак не могу их вылечить. Ib. Куçа çисе тăрать. Режет глаза (говорят о светлых, блестящих предметах). Ib. Куçа çисе тăрать вит! (Говорят о красивом предмете, на который любо глядеть) Ib. Куçа хĕретнĕ, тесе, йĕнĕ çынна калаççĕ. Ib. Куçран тĕртсен те, корăнмас. Очень темно, хоть глаз выколи. Никит. Çĕр (ночь) тĕттĕм пулнă, куçран тĕртсен те, курăнмаçть (не видно ни зги). Альш. Куçпа çӳлелле пăх та, унтан курăн мана, тенĕ. Якейк. Çолахай куç тортсан (если бьется живчик): çын çиять, теççĕ; Сылтăм куç тортсан: çын мохтать, теççĕ. СТИК. Ватăла-киле куç вăйĕ пĕтет те, куç тĕтĕрелĕ кăтартакан пулат. [Куç темĕскерле уççăн, рас (ясно) кăтартмас]. Кильд. † Куçна хуп та, ална сул. Янтик. † Пушмак питне пит пăхăр, куçăр тухса ӳкес пек; кĕçĕр хĕрсе(не) пит пăхăр, хĕрсем тухса каяс пек. N. Акă çил-тăвăл калама çук, куçпа пăхма çук, тусан вĕçтерсе те çитрĕ. КС. Куç шăтса тухас пек ыратать (ужасно болят). Истор. Александр пыриччен, вăл хăй ушкăнĕпе Финский залив хĕрринче çĕрĕпе, пĕр куç хупмасăр, шведсем килессе сыхласа тăнă. Ск. и пред. 69. Икĕ куçĕ хуп-хура, икĕ хура шăрçа пек. Изамб. Т. Çĕр тĕттĕмленчĕ, куçăран (= куçран) тĕртсен те, курăнмасть (не видно ни зги). N. Куçне вĕçĕртмест. Не сводит глаз? Ядр. † Ах, эсрел карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ, вилнĕ шапа куçĕпе! N. Арăш-пирĕш куç ик майнелле пăхать, арăш-пирĕш пăхать. ЧП. Ăçта каян, тантăш, икĕ куç куççульсене юхтарса? N. Çапла хаш чухне куç, шăтса, хуплансах ларать, Юрк. Унта куç курĕ-халĕ (увидим) — разрешить туччĕр (только, бы разрешили издание газеты). Ib. Куç витĕр пăха пуçлат. Кан. Кĕрхи тĕттĕм каçсенче куçран тĕксен те курăнмасть (хоть глаз выколи). Орау. Кала эсĕ ăна, вăл манăн куçа ан курăнтăр (пусть он не показывается мне на глаза). Ст. Чек. Куçран кăшт айвантарах. Слабоват глазами. Орау. Куçĕсем куçлăх тăхăннăран ыратаççĕ унăн. Глаза у него болят от очков. Ib. Куç алчăрхарĕ (не разбирают). Ib. Çиса ярас ку çăмартана, куçа ан курăнтăр! (чтобы оно не мозолило глаза). Кив-Ял. Куçех вăрă. По глазам видно, что вор. Чебокс. Кори коçа корми тăвать (притворяется, что не видит). N. Куç курать те, ал çитмест. Видит око, да зуб неймет. Н. Седяк. Куç кĕçĕтсен: вăтанатăп пулĕ, теççĕ. (Примета). Ib. Куç курнине çимесен, куç суккăр пулать теççĕ. СТИК. Хăçан куçă хупăнĕ-ши? (= хăçан эс вилĕн-ши? — Ачипе тарăхса çитнĕ амăшĕ чун хавалĕпе калат). Ib. Куçĕсем чыст (чит. ц'ист) хуралса кайнă (говорят о больном, у которого около глаз образовались синие круги). Ib. Куç юнăхнă (= хĕрлĕленсе кайнă). Ib. Куç тула юлчĕ. (Говорят, когда в сумерки, входят со двора в избу; тогда глаза ничего не видят вследствие смены света тьмой). КС. Тăватă куçлă (человек в очках). В. Олг. Толта коçлă çын (лупоглазый; так и у КС.). Хорачка. Çиелте коçлă çын (то же). Ст. Чек. Хӳри куçĕ айне пулах карĕ, тет (тут же увидал). Ib. Сан ача пур-и? — Çук, хырăм ӳкрĕ (или: куçа валли пур та, алла валли çук. Говорят о выкидыше). Н. Лебеж. † Камăн кинĕ, тийĕçĕ, унăн кинĕ, тийĕçĕ, куçран вăйсăр (больна глазами), тийĕçĕ. N. Пирĕн умра, мĕн куç курнă таранчченех, çилпе хумханса выртакан аслă тинĕс пек, тырă-пулă пуссисем симĕсленсе, сарăлса выртаççĕ. Якейк. Пĕр стаккан сĕт куç пак толтарса патăм (= полнёхонек). N. Куçу пăч пултăр! Чтобы тебе ослепнуть! Ст. Шаймурз. Ача хăй куç курнă çĕре (= куда глаза глядят) кайнă. Ст. Чек. Куçĕсем сӳннĕ. Глаза не видят. (Так говорят: 1) о рассеянном человеке, когда он не видит искомого предмета: 2) о человеке, лежащем при смерти и ничего не видящем). Альш. Куçĕ сӳннĕ = куçĕ çути пĕтнĕ (вилсен). Сĕт-к. Куçĕ шăтса йохтăр! (ругань). Ал. цв. 6. Унăн тавра, куçран чиксен те, нимĕн те курăнмасть. Шибач. Апай, мана, тет, паян йоман торачĕ çапрĕ, коç кормаç, тет. N. Пĕр каска урлă икĕ алтан вăрçаççĕ. (Куçсам). Изамб. Т. † Пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шур куçăмăр атте-анне умĕнче. ЧП. Кĕрсеех те ăсăм çитмерĕ, çамрăк пуçăм юлчĕ çын куçне. Изванк. Пуп куç — нӳхреп куç, теççĕ. (Послов.). Собр. Куçа хирĕç куç, чĕлхене хирĕç чĕлхе, теççĕ. (Послов.). Якейк. † Вăрман орлă каçрăмăр, вĕрене çинчен куç каймар (все смотрели, интересовались листьями клена). Собр. † Куçкĕски пек аккана куçран кăларса ятăмăр (т. е. лишились её). || Сглаз. Т. VI. 33. Хăмăр куç, кăвак куç, чакăр куç, чалăрнă куç, йăв куç, çыр куç, чан (так!) куç, арăм куç, арçын куç, килти куç, тулти куç, ял-йыш куç, килен-каян куç, вырăс куç, тутар куç, чăваш куç те пулсан, тухса кайтăр Плаки çинчен (заклинание). ЧС. Усал куçа тавăрни (или: шăтарни — поверье, когда ставился лошадиный череп на кол в огородах от сглаза). || Ямочка для масла (в каше). Юрк. Пĕрер кашăк пăтă ăсса, куçне пуçса çийеççĕ. КС. Кашни хуран çине куç туса, виçшер кашăк çу хурать. || Глазок (у картофеля). N. Кашни çĕрулмин, пысăккин те, пĕчĕккин те, темиçе куç пулать. || Стежок (при вышивании). N. Коç хăварса тĕрленĕ (род узора). || Петля (при вязаньи, напр. чулка). Кăмак-к. Куç йолнă. Пропущена петля. || Узел (основы). Сред. Юм. Пир тĕртнĕ чохне куç ярса тĕртеççĕ («распускают одно звено»). Шевле. Коç — комнă çиппĕн пĕр йăлăмĕ. || Каждый из кварталов, на которые разделено поле. Альш. Вăл пулуссасем (полосы поля) аслă çула маййăннисем аслă çула маййăн тӳп-тӳрĕ каяççĕ, урлисем кунталла май тӳп-тӳрĕ анаççĕ. Хирте вара çапла куç-куç пулса тăрать акмалли çĕр. || Квадратная сажень. N. Теçеттини кунта, хысна хисеплекен теçеттин пекех, 2400 куç хисепленет. || Стекло (звено) в окне. Шибач. Богдашк. Пупин чӳречисене чулпала веç персе çĕмĕрсе пĕтерчĕ (разбил); вуникĕ куç шăтăк ларат халь те. Тим. † Вуникĕ куçлă шура курнитса, ял илемне çав кӳрет. || Пузырь (водяной). КС. || Ячея, macula (сети). || Ячейка (сота). || Устье? N. Çавал куçĕ. || Водяная жила. N. † Кăвак юман, шур юман сивĕ çăлăн куçĕнче. || Глубокое место (сомн.); полынья? Слеп. Атăл куç — тарăн вырăн. Ib. Атăл куçсем питĕрĕнсе лариман-ха (шăтăк полать куç пак).

чапчушка

назв. женского украшения (серебряная цепочка у девушек). Яргуньк. Тавăт. Чапчушка = сăрка, алма. Чертаг. Чапчушка (у девицы на груди) цепочка, одно звено которой из параллельно расположенных колечек, другое из толстой пластинки ажурной работы, в которое колечки входят так, что плоскость их окружности перпендикулярна к поверхности пластинки. Эти звенья чередуются. Из белого металла, довольно чистой работы. М. Тув. Чап-чап чапчушка, сулатникĕ çитмĕл пус, çакă ялăн хĕрĕсем вуникĕшĕ çитмĕл пус. Качал. Ăври чапчушка та кĕрсемĕр. См. пăчăра.

нирке

венец, звено (сруба). Кан. Тата кусемсĕр пуçне çурт-йĕр тăвакан коопераци икĕ çурт, пĕр опшчешитти тума нирке хурать. Никит. Аялти ниркесене вырнаçтарса хурсан, кашнă кĕтессе пĕрер хĕрес хураççĕ. Сред. Юм. Шôлтрарах пĕрене пôлсан, вон ниркепе çитет ôлă пӳрте. Ib. Хôралта миçе нирке пуранине калаççĕ. Янтик. Паян пилĕк нирке çиç ухтартăмăр (ряд бревен) || Порядок. Сред. Юм. Ниркине тôпнă; ниркесĕр. N. Вăрçă ниркине ху пĕлсе тăратăн. N. Банк епле ниркепе (йĕркепе) çĕр илме пулăшассине пăхмаççĕ. || Назв. узора на рукаве женской рубахи. Алдиар.

арăлчăк

(ары̆л’ζ’ы̆к), diductus (de oculo), растопыренный. Арăлчăк, чарăлчăк, Нямат куçĕ чарăлчăк. (Çӳрече куçĕ). Растопыренный, растаращенный, у Нямата глаз растаращенный (Оконное звено). Alias non invenitur.

кантăк куçĕ

звено (стекла) окна. Собр. и др.

карăнтăк куç

карăнтăк куçĕ, звено окна.

кунча йопи

шест, на который надевается новое звено «кунча» вместо распущенного. Яргуньк. Кунча Йопи (или: пир йопи).

йӳн

(jӳн', Пшкрт н), венец (избы), т. е. ряд бревен в срубе. НАК. Пӳрт лартнă чухне, вĕсем никĕсне чипер вырнаçтарса лартса, çӳлелле вишшер (= виçшер) йӳн (пĕрене) хурсассăн... (Никĕс пăтти). Питушк. Миçе йӳн пурарăн? Ты сколько венцов срубил? || Звено забора между двумя столбами. См. тăрăх. Сёт-к. Пĕр йӳн карта сӳтмелле — кĕлте кӳртме тӳр çол полма. Ib. Икĕ йопа хошшинчи пĕр йӳн полать.

Окошкă коçĕ

звено окна. Б. Яныши. Шăлăм илчĕ те, акйя лерес тесе, перчĕ те, окошкă коçне кайрĕ-тиврĕ.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

звено

сущ.сред.; множ. звенья
1. сыпăк, сыпă, пай; звено забора карта сыппи; звено цепи сăнчăр унки
2. звено, ушкăн; звено овощеводов пахча çимĕç ӳстерекенсен ушкăнĕ; звено самолётов самолётсен звени

колено

сущ.сред.; множ. колени и коленья
1. чĕркуççи; чĕрçи; стоять на коленях чĕркуçленсе тăр; вода по колено шыв чĕркуççи таран; посадить ребёнка на колени ачана чĕрçи çине ларт
2. (син. звено, отрезок) сыпăк; коленья бамбука бамбук сыпăкĕсем

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

звено

мн. звенья, -ьев звено, сыпӑк, тӑрӑх, йÿн, сыпӑ; два звена забора упало икӗ тӑрӑх (йÿн) хÿме тÿнсе кайнӑ; звенья цепи сӑнчӑр сыпписем (ункисем); пионерское звено пионерсен звени.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

звено

с. 1. (кольцо цепи) сыпăк, ункă; 2. перен. (составная часть целого) сыпăк; основное звено производства производствăн тĕп сыпăкĕ; 3. (однотипная составная часть целого) сыпăк; йӳн; звено забора хӳме сыпăкĕ; сруб из тринадцати звеньев вун-виç йӳнлĕ пура; 4. (организационная единица) звено; пионерское звено пионерсен звени; звено самолётов самолётсен звени.

посредствующий

прил. хушăри, хушшинчи; посредствующее звено хушшинчи сыпăк.

связующий

прил. книжн. çыхăнтаракан, пĕрлештерекен, хытаракан; связующие вещества хытаракан япаласем; связующее звено çыхăнтаракан сыпăк.

цепной

прил. 1. сăнчăр ⸗ĕ [⸗и]; цепное звено сăнчăр сыпăкĕ; 2. (с цепями) сăнчăрлă, сăнчăр пек; цепный мост сăнчăрлă кĕпер; цепная передача сăнчăрлă передача (мотоциклăн); 3. (находящийся на цепи) сăнчăрти, сăнчăрланă; цепная собака сăнчăрти йытă.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

нирке

«венец», «звено сруба»; тат., башк. ниргә «один ряд сруба».

тăрăх

1. «цельная холстина во всю длину (кусок холста)»; 2. «пролёт забора», «звено забора»; 3. «окрестность»; 4. «вдоль» (улицы); тат. торык «звено забора от столба до следующего столба»; чаг. турук, тув. дургаар «вдоль». От тăр (см.); ср. тăрăшĕ, măpшшĕ «длина чего-л».

Çавăн пекех пăхăр:

звать звезда звездный звенеть « звено » зверёк зверёнок звереть зверинец звериный

звено
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
5 саспалли
 
Хутăш сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org