Шырав: пус

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

I.

копейка
пĕр пус — одна копейка
виçĕ пус — 1) монета в три копейки 2) три копейки
çĕрте виçĕ пус выртать — на полу лежит трехкопеечная монета
кăранташ виçĕ пус тăрать — карандаш стоит три копейки
пĕр пус та ахаль ан тăккала — не тратить зря ни копейки
пĕр пус юлми — до единой копейки
Пусăн-пусăн тенкĕ пулать. — погов. Копейка к копейке — будет рубль. (соотв. Копейка рубль бережет).
II.
см. пусă II.
III. глаг.

1.
давить, надавливать, нажимать
çӳлтен пус — нажать сверху
арчана пусса хуп — закрыть сундук, надавив крышку
шăнкăрав тӳми çине пус — нажать кнопку звонка
çĕлĕке пусса ларт — надвинуть, нахлобучить шăпку
Лутра йывăçа юр пусать. — посл. Низкое дерево гнетет снежный сугроб.
2.
ступать, наступать на что-л.
ура çине пус — наступить на ногу кому-л.
этем ури пусман вырăн — место, где не ступала нога человека
ярса пус — ступить, шагнуть
Хунямăш тăпри çине кинĕ пусать. — посл. Сноха ступает по следу свекрови. (соотв. Какова свекровь, такова и сноха).
Усалăн йĕрне ан пус. — погов. Не ступай по следу негодяя.
3.
разрастаться, покрывать, заглушать что-л. (о растениях)
калчана çум пусса илнĕ — сорняки заглушили посевы
питне сухал пусса илнĕ — его лицо заросло бородой
4.
давить, угнетать
мучить

ăна уйрăлас шухăш пусать — его мучит мысль о разлуке
манăн чĕрене тунсăх пусать — тоска гложет мое сердце
5.
покрывать
питне тар пĕрчисем пусрĕç — капли пота покрыли его лицо, его лицо покрылось каплями пота
сĕтеле тусан пуснă — на столе слой пыли
6.
насиживать (яйца)
высиживать (птенцов)
чĕпĕсем пусса кăлар — высидеть птенцов
пусма ларнă чăхă — наседка
хур ами пусса ларать — гусыня сидит на яйцах
7.
валять (сукно, войлок)
кĕççе пус — валять войлок
Атсан атă пулать, пуссан пушмак пулать. — посл. Смастеришь — будут сапоги, а сваляешь — будут (валяные) башмаки.
8.
одолевать
мана ыйхă пусать — меня одолевает сон
ăна мухмăр пуснă — его одолел хмель
9.
вступать в какой-л. возраст
старик çитмĕле пусрĕ — старику пошел семидесятый год
10.
сминать, придавливать
пусса вырт — подмять под себя
упа сунарçăна пусса ӳкернĕ — медведь смял охотника
Пĕри çапма тытăниччен тепри пусса ӳкернă. — посл. Пока один собирался ударить, другой его смял.
11.
копать, вскапывать, взрыхлять
йăран пус — вскапывать грядки
кĕреçепе пус — копать лопатой
çерем пус — поднимать новь

алă пус — расписаться, поставить подпись
ура ярса ан пус! — чтоб ноги твоей здесь не было!
вилĕм тăпри çине пусса тăр — стоять одной ногой в могиле
шăрçа пус — отделывать, расшивать бусами (напр. воротничок)
хурах пус — грабить
Хурах пуссан хӳме юлать, пушар пулсан ним те юлмасть. — посл. Вор ворует — стены оставляет, а пожар случится ничего не останется.
IV. глаг.

колоть, резать
заколоть, зарезать

сысна пус — зарезать свинью
пусса тирпейле — освежевать
выльăх пусмалли вырăн — скотобойный пункт

çĕçĕсĕр пусрĕ — без ножа зарезал

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

I.
копейка
пĕремĕк вунпилĕк пус кĕрепенкки — пряники 15 копеек (за) фунт
ыраш çăнăхĕ çирĕм пиллĕк тенкĕ те аллă пус — ржаная мука 25 рублей 50 копеек
тырă вырма кунне алăшар пуса тытнă — наняли жать рожь по 50 копеек в день
II. син.: пусă
колодец
хĕрĕх аршăнлă типĕ пус тĕл пулнă — (лисица) набрела на сухой колодец в сорок аршин (глубиной)
пусса — в колодец
III.
материя
ситец

пусма кĕпе — ситцевая рубашка
пусма — набойчатый холст, пестрядь
IIII.
ступать, давить, попирать, гнести
алă пус — руку приложить, подписаться
пичет пус — приложить печать
ура пусмалли, пускăч — стремя
кĕнеке пусакан вырăн — типография
кĕнеке пусакан, çаптаракан — типограф
хурах пус — грабить; разбойничать
хурах пусакан — разбойник, пускала – переминаться
пускаласа ан тăр — не переминайся
пусар, пусмăр — придавить чем-л; привалить что-л.
пустар — отдать материю в набойку
пусăн — смиряться, унижаться, прекращаться, подавить в себе гнев
вăл пусăнчĕ — он укротил свой гнев
çил пусăннă — ветер стих
çумăр пусăнать — дождь перестает
пуслăх — гнет
пусма — ступень, лестница
пусма картлашки — ступень
/.
колоть, зарезать
сурăх пус — заколоть овцу

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

, пос, давить, придавить, надавливать, нажимать, набивать. Шел. 98. Ирĕксĕр пусса выртма тытăнчĕç. N. Урине урапа пусса карĕ. N. Вăл çĕрĕк патаккине питĕ хытă пусма тапратрĕ. Альш. † Пусса-пусса ан кала (не играй сильно надавливая на лады), пуç ыратать, аттеçĕм; варрăн-варрăн ан кала, вар ыратать, аттеçĕм. Ib. † Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит усать. Ib. Старикки пĕр ывçă тăм илет те, çын кĕлетки туса кăмакана хурат, тет. Куçне тăхлан пусат (вдавливает), тет. Ст. Шаймурз. † Укалчаран тухсассăн, тăм кĕлетке тăвăпăр, куçне тăхлан пусăпăр, пилĕкне пурçин çыхăпăр. Н. Лебеж. Чавка чĕппи илнĕ чух виçсĕмĕре çыран пусрĕ (придавил обрушившийся берег). Чертаг. Хыт пôсса толтарнă. Ib. Пôса-пôса толтарнă (туго). Б. 13. Çĕнĕ кĕрĕк çĕлетрĕм, пусса тăхăна (регулярно, все время) пĕлмерĕм, ахалех çĕтĕлсе пĕтрĕ. Кан. Пусарчăксем çĕр мамăкне пусарах тиеме май параççĕ. N. Пусса хуман, наложено неплотно (вещество). Толст. Чăршă турачĕсем юр пуснипе (под тяжестью снега) усăна-усăна аннă. В. Олг. Ора айне кĕрсе каят, поссарас (= посса ярас) полат (как раз задавишь, котёнка). Сред. Юм. Хӳме ачана пôснă. Забор задавил ребенка. Ib. Хыта полнă-и, тесе, хăмла кипписĕне порне те посса пăхса тохрĕ. Батыр. Пĕр çынна кашни каç вопăр посма поçларĕ, тет. Орау. Урапа кустăрми сысна мăйĕ çинех çитсе пусрĕ. Ib. Çӳлти хутри мачча йăтăнса анса, аялти хутсенчи маччасене те пусса йăтăнтарса антарнă (или: пусса çĕмĕрсе антарнă). Ала 61. † Тăванçăм каяс патне те, ай, çитсессĕн, куçне пусса шăла та пуçларĕ. N. † Шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ. N. † Питне куççулпе çăват, çаннипе пусса шăлать. Карсун. Чипер посса шăл (плотно вытирай). Бугульм. † Куççулĕпе пичĕсеве çăваççĕ, çанни вĕçĕсемпе пусса шăлаççĕ. Юрк. † Шурă акка пачĕ шурă тутăр, вĕри куççӳллисене пусса шăлма. Кан. Ăна (кулача) вăл вара ларса çимест, пур те курччăр тесе, ăрам тăрăх утса урлă пусса çыртса пырать. || Поглаживать (напр. брюшко). ТХКА 121. Шурă мăнтăр аллипе квапи тĕлне тытать те, йăл-йăл кулса савăнса, мăн хырăмне ик алпе вар пуснă пек сĕркелет || Ступать, переступать, наступать. Юрк. Хăваттиртен хаприке виççĕ ярса пуссан çитетен. ССО. Ярса пусмассерен çĕнĕ япала. На каждом шагу новости. N. Эпĕ ăçталла ярса пуснине искерсе (наблюдая) çӳретĕн. Альш. Пурте çывăрса кайсан, ку хĕр тăрат, тет те, çав каччи текенни çине пуссах тухса каят, тет. Алших. Çулçине татса ил те, урупа ун çине пус. N. Пĕрре слон çиленнĕ те, хăй хуçине урипе пуснă. N. Мăн кĕрнӳкерĕ çак такмакне каласа пĕтериччен, ытти туй халăхĕсем пурте мăн-кĕрнӳкер хыçĕнче умлă-хыçлă тăрса, тепĕр ура çине пусса, пуçĕсене пĕшкĕртсе, ташласа тăраççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ, шыв хĕрне çитсен, нумайччен пусса çурерĕм. Ск. и пред. 103. Пĕр пуçĕнчен хыр каска тӳртне пусса кĕмешкĕн (вместо приступка или ступеньки). || В перен. зн. Никит. Михали пилĕке пуснă. Михаилу пошел пятый год. ТХКА 13. Ман ывăл ача кăçал кĕркунне вунă çул тултарчĕ, вунпĕр çула пусрĕ. Изамб. Т. Ватăлтăм ĕнтĕ, хĕрĕхе пусап та (старухой стала). N. Çавăнтан кайран тăватă кун иртсе пиллĕкĕмĕшне пуссан (на пятый год)... || Приклеивать. N. Прошенисене пусма илекен маркă укçине, тата урах та тӳрех пуçтарман укçана косвенный налог теççĕ. || Прикладывать. Скотолеч. 16. Урнă йытă çыртнă вырăна хăвăртрах тимĕр хĕртсе пусас пулать, е вĕри кĕлпе пусас пулать. N. Вăл (уж) сăхнă вырăна ĕмме те, тимĕр хĕртсе пусма та кирлĕ мар. Ой-к. Вара хай карчăка хĕртнĕ тимĕрпе чĕлхинчен пусрĕ те, çаклатса лартрĕ. || Приложить (ладонь). N. Аллине кăмака çумне пусса илчĕ. Приложил ладонь (лапу) к печке. N. Аллине тӳнĕ пур çине (на толченый мел) пусрĕ те, пĕрене çумне пусрĕ. || Приложить руку, подписаться. N. Ку хут çине алă пуснă. Эта бумага подписана. N. Çак укçана илтĕм, тесе, алă пуснă. || Покрывать. Трахома. Малтанах куç шăрçи çине кăвак йăлхах (пленка) пуса пуслать. N. Тар пусасран хăратăп, боюсь, чтобы не покрыл пот. Альш. † Кĕмĕлех те çĕрĕ пысăк пулмас, унăн куçĕсене тар пусмас Юрк. Вĕсем çине тăпра, тусан пуснă пирки, курăксем ешерсе ӳсеççĕ. N. Мĕскĕн тумтирĕ хутламĕсенче тусан пусни паллă мĕн. Ib. Хуйхăлă чĕрене çу пусмĕ. || Заносить (о снеге), завалить. N. Малтан тухса кайнă чухне пĕр çын çуртне пĕтĕмпе юр пусса кайнине (что завалило) курчĕ, тет. N. Пӳрте юр пусса (хупласа) илнĕ. || Одолевать. Альш. † Кĕркуннехи уçăма турă (гнедой) ут пусĕ малашне. Каша † Ай-хай тăванăмсем-çунатăмсем, çичĕ ют пусрĕ, тесе, ан калăр. Ачач 80. Выртатăн, выртатăн та, хĕвел ăшши пусса çитернĕрен, çавăнтах акă питĕ тутлă... тутлă ăйхăпа çывăрса каятăн. ГТТ. Этемме хĕвел пуснине, уйăх пуснине куратпăр. N. Улăп пусни. С.-Устье. Вара патша ывăлĕ калат: анчах пăхса лараттăмччĕ, ыйхă хытă пусса килчĕ те, çывăрса карăм, тет. Шурăм-п. Тумтире е ӳт-тир çине пыйтă пуссан, инкек пулать. Якейк. Ĕçе-ĕçе кăсене сăра пуса пуçларĕ (стали пьянеть). ГТТ. Килте хура кушак пулсассăн, хура чăхă пулсассăн, тăшман (враг) пусаймас, тет. Зап. ВНО. Анана арăм-ути пуснă (пусса кайнă). N. Пĕтĕм çырмана хăва пусса çĕнтернĕ. Сред. Юм. Мана паçăр ӳсĕр чистиех посса çитнĕччĕ, халь толта çӳрекелерĕм те, пăртак орăлтăм. N. Икĕ çырма хушшине çырла пусса çĕнтернĕ, ай люли; пирĕн ялсен хĕрсене, ай люли, укçа пусса çĕнтернĕ. N. Ун пек чух тирпей кирлĕ, унсăрăн чир чĕр те пусса илме пултарать. N. Карташне (кил-картине) пĕтĕмпе курăк пусса илнĕ. || Обмакнуть. Пшкрт. Юрк. Тиркĕ хĕрринчи пăттине кашăкпа ăсса илсе, çу куçне пусаççĕ, унтан çулă пăттине çăвара хыпса çиеççĕ. N. Посса пар, обмакни (это перо в чернила) и дай мне. || Употреблять насилие. ЧП. Тĕвик-тĕвик текерлĕк, тӳсе çиме юрамасть; ӳснĕ-ӳсмен хĕрсене пусса илме юрамасть. Ib. † Пулнă-пулман урпана пусса вырас ан пулăр. Изамб. Т. † Шав-шав урпа пулмасăрах пусса вырăс мар. || Нашивать. Альш. «Тевет» — умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ ĕрет, тата шăрçа пуснă. Микушк. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. || Удерживать. N. Хыснашăн пусса юлакан укçа (объяснение косвенного налога). || Ставить. Чотай. † Ору айне покан пос, чавсу айне çытар хор; покан посан тийиса сохăр-вĕтрен ан полтăр. (Свад. п.). || Валять (сукно). Изамб. Т. Тĕртнĕ тăлана пусасçĕ. V. S. Çăмран пусса тунă япала. Сред. Юм. Тăла пôсать, чăх пôсать, ура пôсать. Ib. Пôсса çитет поль ĕнтĕ ко тăлана: кĕрессе те нăмай кĕнĕ, тачкаласса та тачкалнă. Пора перестать валять (толочь) сукно, ибо оно достаточно укоротилось и стало толстым. Баран. 162. Хĕрарăмсем... кошмасем пусаççĕ, палассем тĕртеççĕ. || Сидеть на чем, высиживать (о наседке). Тораево. Пĕр çын тĕрне çăмарти тупнă, тет те, ăна пусса ларать, тет. БАБ. Чăхă тавраш, хур-кăвакал тавраш пусма сивĕнсен, каллех пустăр, тесе, татах юман кăмпине тытăнаççĕ. ЧС. Сĕрен ачисем кĕнĕ çĕре, сакă çине кĕççесем, минтерсем сарса хураççĕ. Ăна, чăххи пусма лартăр тесе, сараççĕ. Бюрганский. Кăçал, тен, сан телейпе-и, чăхсем пит ырă пуса-пуса кăларчĕç. N. Пусма ларнă хур. Орау. Хăш-хăш кайăксем (шăнкăрч) пусма ларнă чухне, ами кайсан, ун вырăнне йăварра аçа ларать. Некоторые птицы насиживают гнезда попеременно (самец и самка). Якейк. Пирн виçĕ чăхă посса лараççĕ, темле пăрахтарас, шыва чикес поль. N. Чăх пусма ларнă. Орау. Хурсам пусма лара пуçларĕç (стали садиться), курнать. N. Курак ларать йăвара çăмартине пусса. || Настигать. ЧС. Вăрманта-мĕнте, çăмăр-мĕн пусас пулсан, йăвăç айне ан тăрăр. || Грабить. Пшкрт. Кĕлет ăшне хорак посса токса (подломали). || Крыть, топтать (о птицах). Орау., КС. Алтан чăхха пусать. Б. Олг. Атан чиппе (курицу) посать.
колоть. Пухтел. Выльăха пуссан хĕрхенме юрамас: çылăх, теççĕ. Кан. Ăна пуссах çиес пулать, тесе ячĕ. Сред. Юм. Пуссан та каймасп. Хоть зарежь, и то не пойду. Сёт-к. Пусмалли така. || Копать. Чебокс. Карта посас, копать огород. Коракыш. Телейсăр çак çынтан: мĕн тăван эсĕ кунта? тесе каларĕ, тет. Çак çын калать, тет: акă ман суха тума лаша çук, кĕреçепех пусатăп, терĕ, тет.
копейка. Б. Олг. Эп калатăп вырăса: икĕ кренкке воншар пус паратни? Ib. Ыраш панче онта илтрĕм ыраш хакĕ: виçĕ пуссăр çĕр хĕрĕх пус, теччĕ хуа. N. Вунă пусна кăларса пăрах ăна, пуйтăр! Возьми гривенник и брось ему в рожу. В. C. Разум. КЧП. Аллă пус парса ала илтĕм. Юрк. Кăсене пăртак парас пулатчĕ, лайăх мар, пĕр пуссăр (без копейки) тухса кайрĕç, тет арăмĕ, кăмăлсăр кăна калаçса. N. Окçа шочĕ (счет денег на ассигнации): виçĕ пус – 1 копейка; çичĕ пус — 2 к.; вонă пус — 3 к.; вонтватă пус — 4 к.; вонçичĕ пус — 5 к.; çирĕм пĕр пус — 6 к.; çирĕм тăватă пус — 7 к.; çирĕм сакăр пус — 8 к.; виçĕ вонă пус — 9 к.; вăтăр пилĕк пус — 10 к.; вăтăр сакăр пус — 11 к.; хĕрĕх икĕ пус — 12 к.; хĕрĕх пилĕк пус — 13 к.; хĕрĕх тăхăр пус -14 к.; ал икĕ пус — 15 к.; ал олтă пус — 16 к.; ал тăхăр пус — 17 к.; отмăл виçĕ пус — 18 к.; отмăл олтă пус — 19 к.; çитмĕл пус — 20 к.; çитмĕл виçĕ пус — 21 к.; çитмĕл çичĕ пус — 22 к.; сакăр вонă пус — 23 к.; чăтвăртакран виçĕ пус катăк — 24 к.; чăтвăртак — 25 к.; сон (сом) та пилĕк пус — 30 к.; çĕр çирĕм икĕ пус — 35 к.; çĕр хĕрĕх пус — 40 к.; полттинăк — 50 к.; ик сом вонă пус — 60 к.; ик сом хĕрĕх пилĕк пус — 70 к.
колодец. См. пусă. Юрк. Пус пурине пурама йывăç та хатĕрлемелле. Йывăçĕ те халĕ вăрманта ӳсет. Ib. Пус тĕлне пĕлместнем, ху (сама) ăсса кĕр. Альш. † И пус вылять, пус вылять, пус кутĕнче хур вылять (вар. пус тĕпĕнче хур вылять). Вишн. 73. Пусса ача-пăча каясран, пус пурине çĕртен пĕр аршăн çӳлелле хăпарттарас пулать. ТММ. Пус тĕпĕнче кĕмĕл çĕрĕ. (Çăлтăр).
, пос, поле. См. пусă, пусу. Тайба Б. Пиртен уçăм пусси инçех мар, малти чӳречерен курăнать. Юрк. Хура пус, çур тырри пусси. ЧП. Пус варĕнчи улма йăвăççи.
сосед? N. † Çичĕ ют, ют пуссем килет-çке, пирĕн тăвансем ăçта-ши?

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

басарга (давить)
тиен (копейка)

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

[pus]
premi (premu)
шăнкăрав тӳми çине пус — premi sonorilbutonon
алă пус — subskribi
пусăм — akcento, sangopremo, premo
пусăрăнчăк — subpremita, deprimita
пускăч — piedingo
butono
пускăч хăми — klavaro
пуслăх — subpremado
пусма — ŝtuparo

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

«копейка»; уйг. Син., тур. пост, узб. пуст «шкура», «кожа». Заимствовано из перс: (пуст) «шкура», «кожа». В древности в качестве денег употреблялись выделанные шкуры животных — беличьи, собольи и др. У Золотницкого читаем: „...С большей достоверностью можно сказать, что слово пус в значении «копейка» происходит от корня глагола пус (пузас) «разламывать», «разрывать (рвать)»“ (КСл. 243); следов., пус — «часть, отрывок, отломок от чего-то целого».
1. «ступать», «наступать ногой», «попирать»; 2. «давить», «надавливать», «нажимать», «гнести»; 3. «особым способом отпечатать узор на ткани»; 4. «валять» (сукно, войлок); хурах пус «нападать» (о разбойниках и грабителях); др. тюрк., КБ бас, уйг., азерб., туркм., тур., кирг., казах., к. калп., ног., тув., ойр., башк., тат. бас, узб. боспас «давить», «ступать», «гнести»; «печатать»; азерб. ещё «нападать», «совершать налет»; чув. тăла пус «валять сукно»; азерб. кечә бас, туркм. кече бас, кирг., кумык, кийиз бас, алт. киис пас «валять войлок». Ср. монг. базах «сдавливать», «стискивать».
1. «колоть», «резать (скотину)»; 2. «копать». У чуваш, прежде чем колоть, связывают скотине ноги, а потом валят на землю и придавливают.

Этимологи словарĕ (1996)

II копейка.

Производные формы: пусла- (пус + -ла) по... копейке; пуслăх (пус + -лăх) в, на... копеек; пусшар (пус + -шар) по... копейке: икĕ пилĕк пусшартан пурĕ вунă пус пулать. (Ашм. Сл. X, 4-5).
Тюркские соответствия: сарт., тур., крым. пост (< перс.) кожа, кожица; кора (сарт.); невыделанная шкура, шкурка с шерстью (тур.); тар. пос спавшая кожа змеи; тур. постлу (пост + -лы) имеющий невыделанную шкуру (Радл. Сл. IV, 1288, 1289, 1292) < перс. (пуст) кожа; скорлупа; кора, корка; шкура; мерлушка;   овчина (Гаф. ПРС I, 135).
Историки подтверждают, что в древней Руси не добывали серебра. Ее главным источником были пушные звери, которые выступали, особенно в местной розничной торговле, заменителями денег. Связанные, например, по 18 штук, эти шкурки приравнивались по ценности к одной серебряной арабской монете — диргему. После этого нам станет понятным старочувашский счет денег по ассигнации: виçĕ пус (т. е. связка из трех шкурок. — М.Ф.) - 1 коп., çичĕ пус - 2 коп., вонă пус — 3 коп., вонтватă пус — 4 коп., вунçичĕ пус — 5 коп., çирĕмпĕр пус - 6 коп., çирĕм тăватă пус — 10 коп. и т.д. (Ашм. Сл. X, 4).
Ср. тат. тиен, башк. тин копейка ~ алт., тел., шор., леб., кюэрик. тиң, др.-тюрк. тäйин, уйг. тäйин белка (Радл. Сл. III, 1051, 1355, 1359).
То же самое у финно-угорских народов: мар. ур белка, ист. денежка, копейка; мордЭ. ур копейка, грош; коми ур белка; копейка (КЭСКЯ, 297-298); фин. раhа деньги; шкурка; подать; дань, налог; эст. paha деньги (Веске, 94).
Н.И. Золотницкий (Зол. КС, 243-244) и М.Рясянен чув. пус копейка сближают с глаголом пус- II давить, придавить и др. (см. выше), что представляется ошибочным.
См. Егоров ЭСЧЯ, 166; Räsänen EWb., 387а.

Çавăн пекех пăхăр:

Пурчав пурчак пурш пуршă « пус » пус витри пус карти пус курăкĕ пус тараси пус хапхи

пус
Пуплев пайĕ
Еçхĕл, Япала ячĕ
 
Фонетика
3 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150