Шырав: хăçан

Шыракан сăмаха çырăр:   
[+] хушма опцисем

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

кирек

частица, обобщ.
любой, хоть какой, хоть как
кирек ăçта — 1) кое-где, где-либо 2) кое-куда, куда-либо
кирек ăçта та — 1) везде, где бы ни было, хоть где 2) куда бы ни было, хоть куда
кирек ăçтан туп! — хоть где найди!, найди где хочешь!
кирек кам — кое-кто, кто-либо
кирек кам та — любой, кто угодно, хоть кто
кунашкал сĕнӳпе кирек кам та килĕшмелле — с таким предложением любой согласится
кирек епле сăлтавпа та — по любому поводу
лавккара кирек мĕн те пур — в магазине есть все, что угодно
кирек мĕн каласан та — что бы там ни говорили
кирек мĕн пултăр — что бы ни случилось
кирек мĕн пулсан та — что бы ни случилось
кирек мĕн пуласран — на всякий случай

кирек мĕнле —
1) любой, хоть какой
ăна кирек мĕнле ĕç те ал çемми — ему любая работа по плечу
2) хоть как
кирек мĕнле пулсан та — при любых обстоятельствах, во что бы то ни стало

кирек хăçан та — всегда, когда угодно,когда бы ни было
вăл кирек хăçан та хаваслă — он всегда в хорошем настроении
кирек хăш — любой, хоть какой
кирек хăш киле кĕр — войти в любой дом
кирек хăшĕ те — кто угодно, кто бы то ни было

кирек сахарна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине — фольк. ты потчуй меня хоть сахаром, хоть медом — все равно я хочу домой

Кирек мĕнле ĕç те ăстаран хăрать. — посл. Дело мастера боится.

мар

2. частица отриц.
нет
— паянах-и? — сегодня же?
— нет, тогда, когда удобнее — мар, хăçан май килет, çавăн чух
мар пулсан, мĕн тăвăн — на нет и суда нет

мĕнле

3. мест. с разд. знач.
смотря какой, какой,
неодинаковый, различный

кама мĕнле телей — кому какое счастье
унăн кăмăлĕ хăçан мĕнле — настроение у него когда какое, неодинаковое

та

10.
в сочет. с вопр. местоимениями и наречиями
при деепричастиях на
-сан (-сен):
как бы ни, кто бы ни, чтб бы ни, когда бы ни, где бы ни и т. п.
кăм пулсан та — кто бы ни был
ăçта пулсан та пире ан ман — где бы ты ни был, нас не забывай
хăçан килсен те кунта халăх нумай — когда ни приди — здесь много народу

та

4.
в составных местоимениях и наречиях:
кам та пулин — кто-нибудь, кто-либо
мĕн те пулин — что-нибудь, что-либо
ăçта та пулин — 1) где-нибудь, где-либо 2) куда-нибудь, куда-либо
ăстан та пулин — откуда-нибудь, откуда-либо
хăçан та пулин — когда-нибудь, когда-либо

тахçан

1.
неизвестно когда
неизвестно, в какое время

хăçан таврăнатăн?  — когда ты вернешься?
тахçан — не знаю, когда (букв. неизвестно когда)

хăçан

когда
эсир хăçан килтĕр? — когда вы прибыли?
хăçан та пулсан — когда-нибудь
кирек хăçан та — всегда, в любое время, когда бы то ни было
хăçан та хăçан — после того как, как только, когда
вăл хăçан мĕнле вĕт — а это когда как

хăть

4.
в сочет. с вопр. местоимениями и вопр. наречиями
что угодно, что хочешь, что хотите
хăть (те) мĕн кала — говори что угодно
хăть кама чĕн — позови кого угодно
хăть хăçан та — когда угодно

чăн

11.
с частицей та вводн. сл.
серьезно, в самом деле, кроме шуток
çук, чăн та, хăçан пирĕн пата пыратăр? — нет, серьезно, когда вы к нам придете?

этемле

по-человечески
по-людски
разг.
как следует, должным образом
эсĕ хăçан этемле ĕçлеме пуçлăн? — когда ты начнешь работать как следует?
этемле калаç —
1) говорить человеческим голосом
этемле мар ахăлтатса кулса яр — дико захохотать
2) разговаривать по-людски, прилично

çав

5.
с частицей
выражает нерешительность, неопределенность:

кажется, то ли, может быть

— миçере вăл? — сколько ему лет?
— çирĕмре-и çав, çирĕм пĕррере — то ли двадцать, то ли двадцать один
— хăçан пулнă ку? — когда это было?
— пĕлтĕрччĕ-и çав — кажется, в прошлом году

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

илемлĕх

1. П.п. Пурнăçа ятарлă мелсемпе сăнарласа кăтартни, хайлавăн (туп.) эстетикăлла пахалăхĕ; художествăлăх. Хумма Çеменĕ ... произведени илемлĕхĕшĕн, чĕлхе тасалăхĕшĕн епле ĕçлемеллине кăтартса панă. Ç.Элкер //Я-в, 1946, 9 /, 21 с. Тăхти калавĕсенче пĕлмелли, вĕренмелли илемлĕхрен ытларах тенипе килĕшме çук. Ю.Яковлев //ТА, 1989, 9 /, 69 с. Илемлĕх (художественность) тени термин пĕлтерĕшлĕ, вăл кирек хăçан та конкретлă произведенин сăнарлă тытăмĕпе çыхăннă. Г.Фе-доров, 1994, 6 с. — илемлĕх енĕ (К-ш, 26.06. 1927); илемлĕх мелĕсем (Я-в, 1968, 11 /, 25 с.); илемлĕх системи (Я-в, 1980, 5 /, 29 с.); илемлĕх уйрăмлăхĕсем (ЧХС, 1985, IV т., 53 с.); илемлĕх культури (Я-в, 1990, 5 /, 28 с.); илемлĕх чăнлăхĕ (Я-в, 1990, 7 /, 29 с.); илемлĕх шайĕ (Я-в, 1991, 12 /, 25 с.); илемлĕх ăслайĕсем (ЧЛ, 1994, 11 кл., 210 с.); илемлĕх пайрăмĕ, илемлĕх хатĕрĕсем (П.Метинпа А.Мефодьев, 1997, 16 с.). 2. П.п. Сăнарлă искусство; ӳнер (туп.), художество. «Илемлĕх галерейи» çаврăнăшпа Митта Ваçлейĕ хăйĕн кун кĕнекинче тахçанах усă курнăччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 389 с. Илемлĕхпе графика факультетĕнче вĕреннĕ чухне мана В.Урташ «художник тĕк, писатель пулатăн» тенĕччĕ. Х-р, 5.09.1996, 3 с. Ăна пединститутра тин уçăлнă илемлĕхпе ӳкерӳ факультетне ĕçе илеççĕ. Т-ш, 1998, 5 /, 5 с. Вăл пирĕн журналăн илемлĕх редакторĕччĕ. Ç-т, 1999, 1—2 /, 54 с.

йодăла

ç.с. Йода хуш, йодăпа пуянлат. Шупашкарти «Агротех» ООО туса кăларакан йодăланă тăвара сутлăха хăçан хатĕрлени паллă мар. Х-р, 16.08.2000, 3 с.

килпетсĕрлĕх

п.п. Киревсĕрлĕх, килĕшӳсĕрлĕх, намăссăрлăх. Хăçан вăраннă-тăр ку килпетсĕрлĕх, ... унри пĕчĕк-пĕчĕк вĕчĕлтетӳ, ... пысăк-пысăк тарăху-вĕчĕрхенĕве куçса, пур ыррине шаларан шала таптаса кĕртме тытăннă. Хв.Агивер, 1984, 42 с. Вăрнарти килпетсĕрлĕхсем. Х-р, 21.01.1997, 3 с. Кунта С.Асаматăн айăпĕ çук, паллах. Сăлтавĕхăшĕ-пĕрисен килпетсĕрлĕхĕнче. А-и, 2000, 1 /, 8 с.

никĕслев

ç.с. Никĕс хывни, пуçарса яни. Шупашкар хули хăçан пуçланса кайнине... ятарлă комисси туса тĕпчемелле. Ун чухне анчах Шупашкар хулин никĕслев çулне тĕрĕс палăртăпăр. Х-р, 26.07.2001, 2 с.

пинçуллăх

ç.с. Пин çула пĕрлеште-рекен тапхăр; вунă ĕмĕр. Хăçан та пулин килсе çăвĕ çак çумăр, пăсмасăр пин çуллăх йăли-йĕркине. П.Яккусен, 1993, 17 с. Иртнĕ пин çуллăхсенче чăваш халăхне нумай-нумай хут кăкланă — пурпĕрех пĕтереймен. ÇХ, 1999, 49 /, 1 с. Пинçуллăх кăнчĕ... А.Т.-Ыхра, 2000, 136 с. — çĕнĕ пинçуллăх (Х-р, 10.09.1992, 2 с.; Я-в, 2000, 12 /, 3 с.); пирĕн эрăчченхи пинçуллăх (ЧХ, 11.04.1998, 8 с.); пинçуллăхсем хушши (ÇХ-рĕ, 29.12.1999, 3 с.); иккĕмĕш пинçуллăх (Я-в, 2000, 12 /, 13 с.); виççĕмĕш пинçуллăха кĕр (ЧТ, 1998, 5 /, 2 с.; ХС, 1999, 27—28 /, 2 с.).

пин çуллăх

ç.с. Пин çула пĕрлеште-рекен тапхăр; вунă ĕмĕр. Хăçан та пулин килсе çăвĕ çак çумăр, пăсмасăр пин çуллăх йăли-йĕркине. П.Яккусен, 1993, 17 с. Иртнĕ пин çуллăхсенче чăваш халăхне нумай-нумай хут кăкланă — пурпĕрех пĕтереймен. ÇХ, 1999, 49 /, 1 с. Пинçуллăх кăнчĕ... А.Т.-Ыхра, 2000, 136 с. — çĕнĕ пинçуллăх (Х-р, 10.09.1992, 2 с.; Я-в, 2000, 12 /, 3 с.); пирĕн эрăчченхи пинçуллăх (ЧХ, 11.04.1998, 8 с.); пинçуллăхсем хушши (ÇХ-рĕ, 29.12.1999, 3 с.); иккĕмĕш пинçуллăх (Я-в, 2000, 12 /, 13 с.); виççĕмĕш пинçуллăха кĕр (ЧТ, 1998, 5 /, 2 с.; ХС, 1999, 27—28 /, 2 с.).

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

пул

быть, стать, уродиться
пулать, йурать, май пур — возможно
пулас пулать — следует, приходится
пĕрле пул — сходиться
хăçан мĕн, пуласса (пулассине) пĕлсех тăнă — знал прекрасно, когда и что будет
ăçта пуласси ара! халĕ те ашшĕ патĕнчех... — чего где! конечно, до сих пор около отца
хĕç айне пуласса анчах ĕрчеççĕ — размножаются лишь для того чтобы попасть под меч
тĕттĕм пуласпа хапхана хупас чухне — когда же в сумерки надлежало затворять ворота
пулас çукки — неосуществимый
сута кайас пулать — нужно идти в суд
тĕл пул — встретить; заставить
каç пула (пулма) пуçласан — когда стало смеркаться
каç пуларахпа — с приближением вечера
санăн унта кайма пулать-и? — имеешь-ли ты возможность идти туда?
сĕлли пулчĕ пулмасла — овес уродился просто на диво
пулĕ, пуль — чай, чать, должно быть
килет пулĕ — идет, чать

пулăш — помогать
пулăшу — помощь

пултар — мочь, совладеть

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

кил хушши

карташ. … урамсене, кил хушшисене (карташсене) кирек хăçан та таса тытас пулать, мĕшĕн тесен халер таса мар çĕрте, шывра пит ĕрчет [Халер 1908:4].

пиллĕхлĕ

мухтавлă. Ашшийĕн Ывăлийĕн Святой Сывлăшийĕн патшалăхĕ пиллĕхлĕ (мухтавлă) халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех [Церковные 1883:69].

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

как-нибудь

нареч.
1. мĕнле те пулин, епле те пулин; Надо как-нибудь помочь ему Епле те пулин пулашас пулать ăна
2. хăçан та пулин, пĕр-пĕр; Как-нибудь зайду к тебе Пĕр-пĕр кĕрсе тухăп-ха сан патна

когда

нареч. и союз н. сл.
хăçан; чух, чухне; вăхăтра; -сан (-сен); Когда это было? Хăçан пулнă ку?; когда растает снег юр ирĕлсен; Был уже вечер, когда мы пришли из леса Эпир вăрмантан таврăннă чухне каç пулнăччĕ ĕнтĕ ♦ когда ещё будет это ку тахçан пулать-ха; когда так апла пулсан; когда как хăçан мĕнле

когда-нибудь

нареч
хăçан та пулин; когда-нибудь он поймёт свою ошибку хăçан та пулин вăл хăйĕн йăнăшне ăнланса илĕ

спросить

глаг. сов.
1. ыйт, ыйту пар; спроси, когда он придёт к нам вăл пирĕн пата хăçан килессе ыйт
2. ыйт (пама); спросить у товарища книгу юлташран кĕнеке ыйт

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

всегда

ялан, -яланах, пĕрмаях, кирек хăçан та; всегда готов! яланах хатĕр!

всякий

кирек кам та, кирек хăшӗ те, такам та; во всякое время кирек хăçан та; без всякой жалости пӗр хĕрхенмесĕр, ним шеллемесĕр, всякая всячина темĕн те пĕр, темтепĕр.

титул

1. титул (хисеплесе чĕнекен ят: князь, граф, барон т. ыт. те); 2. титул, титул листи (кĕнекен хуппи хыççăн унăн ятне, автор ятне, хăçан, хăш хулара тухнине кăтартса панă пуçламăш страници).

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

хăçан

кайчан

Çавăн пекех пăхăр:

хăршăл хăс хăсăк хăстар « хăçан » хăçантанпа хăçанхи хăçанччен хăçах хăт

хăçан
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org