Шырав: халап

Шыракан сăмаха çырăр:   
[+] хушма опцисем

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

арçури

1. миф.
Арзюри — леший, лесной дух
Арçури çинчен халап яр — рассказать сказку об Арзюри

легенда

1.
легенда (халап)
авалхи халап — старинная легенда
халăх легендисем — народные легенды
халапа кĕрсе юл — войти в легенду, стать легендарным

легендăлла

легендарный
легендăлла халап — легендарное сказание
легендăлла ĕç — легендарное событие

халап

1.
сказка

халап

сказочный
асамлă халапсем — волшебные сказки
халап ăсти — сказочник, мастер рассказывать сказки
халап пуçламăшĕ — присказка, зачин сказки
халапри паттăр — сказочный герой
халап пуçтар — собирать сказки
халап ярса пар — рассказать сказку
кунта халапри пек илемлĕ — здесь красиво как в сказке

халап

2.
рассказ
ваттисен халапĕсем тăрăх — по рассказам стариков

халап

разговоры, пересуды
пуш халап — сплетни, пересуды
халап чăпти — 1) сказочник, знаток скăлок 2) балагур, любитель поговорить, поболтать
пуш халапа пер — переливать из пустого в порожнее, вести пустые разговоры
халап çаптар — точить лясы, пустословить
Халап хырăма тăрантармасть. — погов. Разговорами сыт не будешь. (соотв. соловья баснями не кормят).
Ялти халапа киле пырса ан кала, килти халапа яла кайса ан кала. — посл. Уличные сплетни домой не носи, домашний разговор на улицу не выноси.

халап

3.
слухи, молва
çын халапĕсем — людская молва
халăхра халап çӳрет — в народе ходит молва

халап

4. перен.
сказка, басня, вымысел
ан ĕнен çав халапсене! — не верь этим басням!

юмах-халап

собир.
разговоры, толки, пересуды
кун пирки темлĕ юмах-халап та çӳрет — об этом ходят разные толки

çап

21. разг.
обозначает особенно активное действие, указание на которое содержится в существительном, перевод зависит от ситуации:

наяривать, жарить и т. д.
такмак çап — наяривать частушки
ташша çап — отплясывать
ыйха çап — крепко спать
вĕсем халап çапаççĕ — они поглощены беседой

вакла


сăмах (халап) вакла — болтать, судачить

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

арçуриада

ç.с. Чăваш халăхĕн арçури çинчен калакан халап-юмахĕ. Çав мифсене пĕрлештерсе арçуриада тесе палăртатпăр. Арçуриадăн тĕп сăнарĕ сивлекскер. Н.Ишентей // ХШ, 1997, 4 /, 78 с. Арçуриада — вилĕмсĕрлĕх философийĕн вĕрентĕвĕ [Пуçелĕк]. Х-р, 20.08.1997.

калу

п.с. Сăнласа пани, каласа кăтартни; калав. Э-э, ун пурнăçĕ ... хăй тепĕр калу. С.Шавлы, 1968, 56 с. Эпикăлла хайлав-сенчи чĕлхепе пуплеве ăнкарма калу (повествовани) ... çинчен пĕлсе тăмалла. Г.Федоров, 1994, 7 с. Тин çеç юмах-халап çулĕпе чупма пуçланă калу [«Арçурире»] чăваш хресченĕн кулленхи пурнăçне сăнланипе ылмашăнать. В.Родионов //Х-р, 18.11.1998, 3 с. Калу пĕлтерĕшĕ чăнах та пысăк кунта [хайлавра]. Х-р, 27.12.2001, 4 с.

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

йар

посылать, отпускать
çӳçе çӳçĕн йарса ил — вцепиться в волосы
йарса тыт — хватать (за что); схватить; сцапать
йарса тытăн — схватиться
ирттерсе йарсам — пронести
халап йар — начинать речь
çисе йар — съедать; съесть
çăтса йанă — проглотил
тăкса йар — вылить
ывăтнă йанă — швырнул
хушса йатăм — приказал
каласа йар — известить (на словах)
кăларса йар — выпустить
çырса йар — написать, послать (поклон)
йара пар — допустить, позволить

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

оратор

хитре, илемлĕ калаçакан; халап ăсти. Пирĕн хушшăмăрта та гомерсем, ломоносовсем, карамзинсем, крыловсем, пушкинсем, гогольсем, тургеневсем, чеховсем тухĕç; хитре, илемлĕ калаçакансем (ораторсем) тухĕç [Комиссаров 1918:30]; Чăвашран чаплă поэтсем, кĕнекеçĕсем тухĕç; хамăрăн композиторсем (юрламаллисене çыракансем), мусыкă ăстисем, сăн çыракансем, сăн ӳкерекенсем, халлап ăстисем (ораторсем) тухса чапланĕç [Комиссаров 1918:39].

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

анекдот

сущ.муж.
анекдот, халап; рассказывать анекдоты халап çаптар

баллада

сущ.жен.
баллада (сăвăллă юмах, халап); сложить балладу баллада хыв

басня

сущ.жен.
юптару, халап (ытарлă калав е сăвă); басни И.А.Крылова И.А.Крылов юптарăвĕсем

история

сущ.жен.
1. истори (этем обществи аталанăвне тĕпчекен ăслăлăх); история древнего мира авалхи тĕнче историйĕ; история нового времени çĕнĕ вăхăт историйĕ
2. кун-çул, пулни-иртни, истори; этапы истории народа халăх кун-çулĕн тапхăрĕсем
3. (син. происшествие) ĕç, пулăм; удивительная история тĕлĕнмелле ĕç
4. (син. рассказ) халап, калав; рассказывать смешные истории кулăшла халапсем каласа пар

легенда

сущ.жен.
халап; старинные легенды авалхи халапсем

миф

сущ.муж.
халап; мифы о сотворении мира çут тĕнчене пултарни çинчен калакан халапсем

предание

сущ.сред.
халап; народные предания халăхри юмах-халап

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сăмах

(сы̆мах, сŏмах), слово. Байгул. Пурне те пĕр сăмах хăвармасăрах вулаттăм. Букв. Пĕлмен — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. Ib. Ут вĕçерĕнет — тыттарать, сăмах вĕçерĕнет — тыттармасть. Ib. Пысăк сăмах каличчен, пысăк чĕлĕ çăкăр тыт. Дик. леб. 43, Чĕлхӳ çинчен ĕçĕрĕннĕ чи малтанхи сăмахăвах пиччӳсен чĕрине хĕç пек витĕр касса тухĕ. Г. А. Отрыв. Тĕплĕнех ыйтса, сăмахран сăмахах (слово за словом) çырса пытăм. Регули 1094. Вăл сăмахсам çине пит çиленчĕ вăл. N. Кунти сăмаха çырма юрамасть. СТИК. Вăл сăмаха пĕр шухăшламасăр персе ярат (необдуманно, опреметчиво говорит). Ib. Сăмаха çăтать. Проглатывает слова. Сред. Юм. Сăмаха тӳр перет: 1) нераспространяется в разговоре, а говорит лаконически; 2) не разборчивый в словах: что придет в голову, то и скажет. КС. Сăмахпа кас, резать на словах. С. Айб. † Эпир тăванпа тăван калаçнă чух сăмах сайран сахăр тути пур. N. Куллен пĕр сăмах вĕренеттĕр калаçма (ребенок). Альш. Вăл кирек епле сăмахăн та майне тупат (знает, куда отнести слово). Ib. Сăмах илемне кӳрет. Красноречиво говорит. Ib. Каланă сăмахне суяна хăвармас. Он исполняет сказанное. N. Çак сăмахсемпе сыв пула тăрăр. (Из письма). Якейк. Сăмах куçа кĕмеçт, тĕтĕм куçа кĕрет. Ст. Чек. Сăмахран тухнă, унтан-кунтан мар. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрĕ пурне вĕçне тăрса юлчĕ, чун савнипе пуплесси виç сăмах вĕçне тăрса юлчĕ. Ачач 510. Сăмах чĕлхе вĕçнех тухса тăнăччĕ. Çук. Пулаймарĕ вĕт. N. Çĕнĕ сăмахсем, неологизмы; ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсем, варваризмы. Кивелсе, тухса ӳкнĕ сăмахсем, архаизмы. N. Сăмах вĕçĕнчен (в конце концов) çапла калар N. Вырăс сăмахĕллĕ халап. N. Мĕн сăмаха килет? Что значит, как сказать по-другому? N. Хлеб тенĕ сăмах чăвашла мĕн сăмаха килет? Истор. Вĕсене сăмах уçса калама та паман (не давали вымолвить слово). N. Анчах ĕлĕк чăвашсем шкулĕсем çинчен сăмах та уçтарасшăн пулман (не давали раскрыть рта). Ачач 104. Курсассăн, пĕр сăмах та уçмĕ-ши мана? || Разговор, беседа. Чăв. й. пур. З2. Хăй калаçма, сăмаха пит ăста пулнă (говорить был мастер). N. Сăмахра хăйне йăваш тытатьчĕ. В разговоре был смирен. N. Вăл çын сăмахăн вĕçне-хĕрне пĕлмес (говорит необдуманно, не думая о последствиях). Орау. Кайăр, кайăр часрах, кунта пирĕн сăмах пĕтмĕ (здесь всего не переговорить, конца не будет). Шибач. Сăмах çавăрма пĕлимаçт. Ib. Сăмах çавăрса поплимаçт. Сред. Юм. Сăмаха пит ваклать, говорит много, со всеми подробностями. Ib. Сăмаха сĕрет анчах. Разговаривает бестолково. Ib. Сăмаха тытмастăн (каламалла мар сăмаха та çынна калакана калаççĕ). N. Сăмаха тытмас, пробалтывается. Ст. Чек. Сăмаха тытса пăхса калаç. Говори осторожно. Ib. Пирвай чăваш сăмах пуçламăшĕ — сывлăх çинчен пĕлет: сыв-и, аван-и? Якейк. Эп сăмах ваклакан çын-и-ке, сăмах ваклакан-çын сана тем те топса парĕ. ТХКА 25. Майпе, сăмах çаврăннă майĕпе кăна, мĕншĕн мана ятланине каласа памашкан шутлатăп эпĕ. Ск. и пред. чув. 60. Пăртак ларсассăн, сăмах майĕпе Янтрак мухмăр уçма эрех ыйтрĕ. N. Çавăн урлă сăмах майĕпе эсĕ çта, епле, мĕн ĕçлесе пурăннине ытса пĕлтĕм... N. Çынсем калаçнă чух, вĕсен сăмахне пӳлмен-и? Хора-к. Пирн арăм вониккĕ, воник çĕрĕн олахра, яшă ача хошшинче, пăшă-пăшă сăмахра. Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Расск. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. КС. Сăмах çине килтĕн. Легок на помине. Сред. Юм. Тин сана тапратнăччĕ-ха, сăмах çинех пôлтăн. Яргуньк. Кам ман(а) хирĕç сăмах хушать? Кто со мною может поговорить (или: поговорит). Ст. Чек. Каяллах сăмах айне пулчĕ, хайхине парччĕ. Мы опять уклонились от главной темы разговора, дай-ка ту вещь, о которой шла речь. Юрк. Сăмах çукран сăмах туса, хайласа пĕр-пĕр ытти япаласем çинчен тапратса калаçа пуçлаççĕ. Ильм. Чипер пурăнăр, килти сăмаха яла кайса ан калăр, ялти сăмаха киле килсе ан калăр. (Из наставления новобрачным, произносимом родителями жениха). Яргейк. Ялти халап ялтах юлтăр, килти сăмаха яла ан кăлар, теççĕ (различие между словами „халап“ и „сăмах“). Ходите во свете. Акă сăмах çине килнĕ чух калам... N. Каласа хурас терĕм те пĕре (хотел задеть его на словах), сăмах айне пулса карĕ (или: пулчĕ т. е. не успел во время сказать), тепре тапратмарăм. Орау. Темскер каласшăнччĕ эп, сăмах айне пулса карĕ. || Пересуды, сплетня. С. Дув. Кĕтӳ хăван арăмсен мĕншĕн сăмах пĕтмест-ши? N. Лайăх утсем юртат — çулсем юлат, пирĕн савни каят — сăмах юлат. Ск. и пред. 8. Халăх шав-шавĕ пĕр вĕçлĕ, шав-шав сăмахĕ çĕр тĕслĕ. Т. VI. 47. Çын сăмах(ĕ) тăрăх ан кай. (Из моленья). Ала 72. † Ырă пике пек хĕрне сăмах хыççăн çухатрăн. (Плач невесты). Байгл. † Сăмах хыççăн çӳресе пуçăм шыва юхайрĕ. (То же). Ст. Шаймурз. † Тусăм! пире кăçал мĕн пулчĕ, хушăмăрта сăмах вылярĕ. || Слух, молва. N. Мĕн сăмах илтĕнет? Çĕнĕрен халапсам мĕн вулаççĕ? Орау. Вăл сăмах пĕтĕм яла сарăлнă. Распустили слух по всей деревне. || Бранное слово, брань. Якейк. Ялти сăмах пире тивет (нас бранят). Ib. † Пирĕн çони çонатлă, çитмен çĕре çитерет, илтмен сăмаха илттерет. С. Айб. † Тусăм, çын сăмахпе ан сивĕн, хамран сăмах илтсен тин сивĕн. Трхбл. † Çын сăмах(х') хыççăн кайса ан сивĕн, хамран сăмах-сăмах илтсен тин сивĕн. (Сăмах-сăмах — это двойное употребление [повторение] выражает упорное повторение чего-либо. Сăмах — неприветливое, враждебное слово). Изамб. Т. Пирĕн ялсем вĕсене сăмахпа пустараççĕ (аптăратаççĕ). N. Е сăмахĕ айне кĕнĕ пулсан. Пазух. Атăксенĕн хĕрĕсем пирĕн сăмах айĕнче. N. Атте мана савмарĕ, сăмахпала çӳретрĕ, анне мана пит саврĕ, пушмакпала çӳретрĕ. Сунчел. † Ăçта çӳресен те лайăх çӳре, сăмах ан ил, тăван, ху çине. N. Ху çын аллинчен пăхакан пулăн, сăмахсăр татăк çăкăр та çиеймĕн. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах айĕнче пурăнатăп. (Хĕр йĕрри). Ib. † Аттепеле анне хушшинче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. Трхбл. † Çакă атте-анне килĕнче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. (Сăмахсăр ӳстертĕм — япала, т. ыт. те — означает чистоту, свободную от всяких неприятностей; сăмахлă, спорный, а более всего = ылханлă, кĕвĕçлĕ). Собр. † Çичĕ ютран сăмах килсессĕн, пирĕн хута кĕрес çыннăм çук. Сред. Юм. Сăмах айĕнче порнас полать çав. Приходится терпеть брань, ругань. АПП. † Манăн кăмăл пит çемçе, çичĕ ют сăмахне йăтас çук. || Упрек. Бюрганский. Эпир уншăн кӳршĕ-аршăсенчен темĕн чухлĕ сăмах та илтнĕ пуль та, çапах та тытăнмастăпăр (т. е. не принимаемся за чӳк). N. Сăмах тĕкет. Упрекает. Изамб. Т. Халех сан пирки сăмах илтсе вырт. Уже с столь младых лет ты навлекаешь на нас чужие покоры. N. Çын сăмахĕ айĕнчен кăларăп. || Ссора. Ст. Шаймурз. † Эпир савнисемпе пурăннă чух хушăмăртан сăмах тухминччĕ. || Речь. Кан. Сăмахсем тухса каларĕç. Туй. Кашни кĕмессерен мăн-кĕрӳ сăмах калать: вăл йăнăшас пулмаст, йăнăшсан, ăна пырса хăлхаран тăваççĕ. N. Вăл вăрăм сăмах каларĕ. || Уговор. N. Ку ĕç сăмах çинче тĕрĕс тăмалла пултăр, тесе, пригăвăр тăвас тенĕ. N. Унта вĕсем пуху мĕн шухăшланине çырас терĕç. Пуху хăй сăмахĕ çинче тăрать. || Совет, мнение. Юрк. Унăн сăмахне итлесе, хайхисем ачине ашшĕ патне илсе каяççĕ. N. Эсир аму каланă сăмахсене итлĕр. Кив.-Ял. Эсĕ ман сăмаха итле (слушайся). || Пожелание. Якейк. † Ыр (привольно) çияс та, ыр ĕçес, ыр сăмахсăр каяс мар (ятлаçмасăр-тумасăр). || Дело. N. Орăх сăмахпа килтĕм. Я пришел по другому делу. N. Мĕн сăмахпа (по какому делу) килтĕн тата, Симун? — Мĕн сăмаххи паллах. N. Мĕн тăван унпа? тет.— Сăмах пурччĕ, тетĕп. || Обещание. Ерех 21. Сăмаха каллĕ-маллĕ тума юрамасть (надо держаться данного обещания и пр.). || Заклинание, наговор. Магн. М. 154, 155. Ăшăтакан сăмах, приворотное заклинание; сивĕтекен сăмах, отворотное заклинание. || Загадка. Курм. Сăмах яр.

çавăрмăш

оборот. Шибач. Сăмах çавăрмăш, халап çавăрмăш. См. хĕвел. || Ловкость. Шибач. Сăмах çавăрмăш кирлĕ. Нужно уменье высказаться, говорить, сказать. См. çаврăнăш.

çап

(с’ап), бить, хлестать, ударить. Орау. Ăна пуçĕнчен çапрĕ-ячĕ (неожиданно). N. Эпĕ пушипе çĕре çапрăм, çĕр мана сĕлĕ пачĕ. N. Ачасана ытла çапса ухмаха ан кăлар. ТХКА 84. Чăнах та, эпĕ ытти кĕтӳçсем пек мар, выльăха нихçан та çапса амантман. Шемшер. † Ах атте те, ах анне, эпĕ тохса кайсассăн, ик аллуна шарт çапăн! (Хĕр йĕрри). КС. Кĕпене тукмакпа или валекпе çапаççĕ. N. Юпине лартсан, ун пуçĕ тӳпине пĕр укçа пуртăпа çапса кӳртсе лартаççĕ. Полтава 18. Ашшĕ-амăш ачана хĕрхенмесĕр хĕнесе çапла çапса ăс парать. Янтик. Эсĕ мĕншĕн çапрăн мана? Ib. Атте хытă çапрĕ мана пуçран! Ib. Çурăмĕнчен çапрăм. N. Хăмсараччен çапса ил. (Послов.?). Сред. Юм. Çапу-тăву полмарĕ-и? Не было ли побоев? Якейк. Эп вăрманпа пынă чух йăвăç торачĕсем пите-куçа çапса пĕтерчĕç. Ст. Чек. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса, темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. М. Тув. † Çĕр тенкĕлĕх лашине çапса чупми турăмар. Чотай. † Çакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса отми турăмăр (т. е. сделали такою, что она не едет даже, если ее бить кнутом). Пазух. Хире тухрăм çӳреме, хура çĕленсене çапса илтĕм. N. Çав Хурамал ачисем тульккĕ килччĕр ку касса, пуçне çапса çурăпăр. Якейк. Эпĕр паян пилĕкĕн пир çапрăмăр. Ib. Каç полттипа ялта пир çапнă сасă анчах илтĕнет. Кан. Çавăнтах пичĕпе сивĕ юр çине килсе çапат (ударяет). || Бить, пороть. Кн. для чт. 61. Акçонăва çапма сутит тунă. Вара йывăр ĕçе, „каторжный работана“, ямалла тунă. Регули 248. Ĕçлеменшĕн çапрăм. Ib. 165. Вăрă тунăшăн çапрĕç. N. Мулкачă та пире таптать, çил те пире çапать. Чем люди живы. Тапранса тухат çил, Çимун кĕпи виттĕрех çапать. Баран. 70. Ун чух парăссăр та карапа çил хытă çапать, унталла-кунталла ывăтса ярать. Ib. 94. Халех çил-тăвăл тухас пек, сиввĕн-сиввĕн çапать. Чув. пр. о пог. 126. Çил çĕре пит хыттăн çапса вĕрсен, çăмăр пулать. Если ветер очень сильно ударяет о земь, будет дождь. Ib. 83. Çил çук чухне тĕтĕм çĕре çапсассăн, çулла — çăмăр, хĕлле юр пулать. Дым без ветра бьет к земле: летом — к дождю, зимою — к снегу. Орау. Çапса çăвакан çăмăр (дождь с ветром) тухĕ те, пĕтĕмпе сирпĕтсе, йĕпетсе пĕтерĕ. КС. Çапса çăвакан çумăр (бьющий с ветром) тырра ӳкерет. Бигильд. † Çĕн пӳрт çине хăма витнĕ çăмăр çапса çăвасран. N. † Çĕн пӳрт тăрне хăма витрĕм (вар. ампар тăрне хăма витнĕ) çапса çăмăр çăвасран. || Бить (о граде). N. Новосельский уясра пăр çапса кайнă (побило градом). || Пронизывать. N. Çурçĕр енчен сивĕ çапать (проходит, заставляет чувствовать). КС. Çурăма сивĕ çапрĕ, спина прозябла. || Выжимать (масло). N. Йывăç-çу çап. Трхбл. Кантăр çăвĕ çаптарса килтĕм. Ib. Çу çапакан арман, маслобойка. || Ударить (о молнии). Изамб. Т. Ун чухне Сарьел меçĕтне çапнă (молния), тет. Янгильд. Вăрман пĕтнĕ çемĕн арçури пĕте пуçланă, е аçа çапса пăрахнă, теççĕ. || Забивать, вбивать. N. Юпа çумне çап, прибить к столбу (доску). Тимяшево. Халăх çапса хĕснĕ пек пухăнчĕ. N. Çынсем çулăн икĕ аяккипе, çапса хĕснĕ пек, ĕречĕ-ĕречĕпе танă. N. Çапса çыпăçтар (хăмана). || Прилепить, приклеить. Ст. Шаймурз. Ку ача кĕпер хĕррине çыру çырса çапнă. || Покрывать (чем), прибивать. N. Малтан тупăк ăшне те, тупăк виттине те пир çапаççĕ. Якейк. † Пирĕн хăта пит лайăх, толне тоттăр çапнă пак, ăшне порçăн тортнă пак. || Взмахнуть (крыльями). N. Çунаттипе пĕрре çапрĕ те (взмахнула), вĕçсе карĕ. Ала 66. Çунатне çапать шыв çине (гуси). Лашм. † Çарăмсам çинче ула хур, çунатсене çапать шыв çине. || Молотить. N. Хĕрарăмсем вăл вăхăтра ахаль лармаççĕ, вăсам кантăр татаççĕ те, кантăр çапса шăва хутаççĕ. Якейк. Кантăр çапрăмăр; эпĕр ыран йĕтĕн çапас тетпĕр. Пшкрт: ан с'аβас, молотить. Ib. ан с'апры̆м, молотил. N. Ларакан капансене çапни çук-и? çапман пусан, сĕллине çапчăр, ырашĕ лартăр. Альш. † Ырă тетеçĕм, тете, çапăр илĕр ырашне, сутăр ярăр улăмне. Магн. М. 102. Çерçи кантăр çапмантан, чтобы воробьи не вредили конопле. Н. Карм. Икĕ пĕрчĕ пăрçана пĕтĕм хире çапса салатрăм. (Куç). || Положить с силой, бросить с силой. Альш. Пĕри çĕклет те, çапать ăна урапа çине. || Отразиться, падать (о ярком свете). Ядр. Шăрçа çутти çапнă. В. Олг. Инчетре вот пор, пĕлĕт çомне çутă çапрĕ. || Отпечататься, придавать цвет. В. Олг. Алă çомне корăк симĕсĕ çапрĕ. || Отойти и принять прежний вид. Пир. Ял. Юрпа е сивĕ шывпа лутăрканă хыççăн, ӳчĕ шăннине ирĕлтерсе чипер ӳт сăнĕ çапсан, çынна пăртак ăшăрах пӳлĕме илсе кĕртмелле. || Ударить (напр., о краске в лицо). ЧП. Кивĕ уйăхра тунă сăрисем, икĕ пите çапрĕ хĕрлисем. N. Хĕрӳ çапнипеле вут ăшĕнчен.., çĕлен тухрĕ. N. Çунакан япалан хăвачĕ çемĕн вут хĕрĕвĕ çапать. КС. Çурăма ăшă çаппăрĕ. Ударило тепло в спину. || О запахе. Йӳç. такăнт. 61. Çăвне лакăм шăрши çапнă (отзывается запахом посуды). В. Олг. Сĕт йӳçĕ, шăшлă вути йӳççи çапса. N. Остергундомский теекенни; ку сурт йӳçĕ кăшман хурми, питĕ вăрăм, шултра пулать; анчах, сăвакан ĕнене нумай çитерсен, сĕте йӳçĕ çапать; ăнса пулнă çул теçеттинара ку сурт пилĕк пин пăта яхăн пулать. ТХКА 38. Шурă ерĕм-армути йӳççи çапать вара кĕвĕçпе ман чĕрене. Баран. 41. Кăмпа шăрши... сăмсана ыррăн çапса тăрать. СТИК. Ахтар, санран сивĕ çапат (от тебя несет холодом), леррех кайса ларас пуль. Ib. Ай-ай, санран эрек пичĕкинчен çапнă пек çапат (от тебя несет водкой). Шибач. Вăл эреке пек çапат çăвара (йӳçĕ корăк). || Делать колеса. М. Шигаево. Пирĕн ялта çынсем хĕлле çона туваççĕ, çулла орапа çапаççĕ, пĕчик ачасем те хĕлле печик çона тăваççĕ, çула печик орапа çапаççĕ. Календ. 1904. Кусатăран-урапасем çапма вĕренес пулать. Кĕтĕк-вар. Орапă çап, урапа çап, делать колеса; но: орапа ту, делать колеса. || Ткать (куль, рогожу). N. Чăпта çап, ткать рогожу, куль. || Пройти сквозь, пробиться. Орау. Кĕрĕке нӳрĕк виттĕр çапнă. Изамб. Т. Витĕр çапмаллах ан сĕр (сапоги, салом). Толст. Кĕркунне кăткăсен туллине нӳр çапнă. N. Урана шыв çапрĕ (промочил ноги). Сред. Юм. Тар кĕпе виттĕр çапнă. Пот пробил сквозь рубашку. Пазух. Атăлах та урлă, ай, аллă хур, çуначĕсем витĕр те халь юн çапнă. Ай-хай, пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. ЧП. Çуначĕсем витĕр юн çапрĕ. || Чеканить. Кĕвĕсем. Ятăр кайнă, чапăр кайнă ылттăн-кĕмĕл çапакан хулана. КС. Укçа çапса пурăнчĕ. Работал фальшивые деньги. || Написать (в разете), печатать. Богдашк. Каçет çине çапмалли хыпар. || Формовать (кирпич). Микушк. † Сирĕн питĕр-куçăр пит илемлĕ, суккăр тутар çапнă кирпĕчĕ пек. || Стрелять. Сред. Юм. Пăшалпа çапса вĕлернĕ (застрелил). Кан. Пăшалсем çапма вĕрене пуçларĕç. N. Револьвĕрĕ çӳлелле çапса каят (выстреливает). || Погубить, поразить. ЧП. Тăшман ялне турă çаптăр. || Звонить (в колокол). Трхбл. Пĕррепе çап, звонить в один (колокол); пуринпе те çап, звонить во все (колокола). || Колоть, резать. N. Пĕр сысна илтĕм те, ăна çитертĕм: ыран çапас, тетĕп. Урмар. Унăн çапмалли сысна та-ха пиллĕк-улттă та пур. || Парить (в бане). N. Пит хытă кăна тарлаттарсан, милкĕсемпе çапсан, пăлтăра (в передбанник) илсе тохса тумлантара пуçлаççĕ. N. Милкĕпе çапса, çуса карчăка мунчаран кăларат. N. Куккăшĕ ăна милкĕпе çапрĕ (выпарил в бане). || Разбивать. Полтава 2. Б. Хмельницкий темиçе тапхăр поляксене çапа-çапа çĕмĕрнĕ (разбивал). || Украсть. || Зашибать, огребать, наживать. СТИК. Ай-яй укçана çапат иккен вăл! Здорово он деньгу зашибает. КС. Паян укçана çапрĕ вăл (нажил, выручил). Кан. Вăл тырăпа сутă туса укçа çапрĕ. Кан. Хамăр айăп ĕçленине кура, кутăн выртсах услама çапаççĕ. || Склоняться. Кан. Распуя çапма тытăнтăм. || Рассказывать (сказки). Собр. Халап çапса хапха тăррине улăхаймăн, йăмах ярса юман тăррине улăхаймăн, теççĕ. (Послов.). Шурăм-п. Тир Йăванĕ юмах çапа пуçларĕ. Çутт. 69. Хĕрарăмсем çăл кутĕнче халапа çапаççĕ. Ир. Сывл. 8. Сăмахĕсене, кăмăллисене, кирлĕ хушăра çапса пыратьчĕç. Хастарлăх ЗЗ. Юсас тесе тăрăшса, сăмах çапса пыратпăр. || Употребл. в качестве вспомог. гл. N. Ăна кăларса çапас пулат. Его надо вышвырнуть с должности? Альш. Пĕр-иккĕ çавăрса çапрĕ те, ăнран кайрăм. N. Анчах хресченсем, çумăр пырса çапнине, утта пур чухнех симĕсле пуçтараймаççĕ.

çăвар

(с’ы̆вар), рот. N. Ĕçмесĕр тӳсмелли çук пулсан, çăвара сахăр е тăвар шывĕ ĕçмелле. Орау. Çăвартах çĕртсе антарса ярать. Ib. Тăрантăм лайăх, çăвартан курнакан та пулчи тен (наелся до-отвала). Ib. Çăвартан курначченех ĕçсе çирĕм. Я наелся и насытился до-отвала (по-горло). Ib. Çăварта юн тути калать. Во рту чувствуется вкус крови. Ib. Мур ачипчи, кӳпсе пĕтешшĕсем, кун-каçа çăварсене хупмаççĕ (макăраççĕ). Ib. Çăвар чӳхеме каяп. Ib. Эп паян çăвара пĕртте чӳхемен-ха. Ib. Ĕлĕк ваттисем, кĕçĕн çăварни иртсен: паян эпĕр çăвар анчах чӳхетпĕр, тесе ĕçетчĕç, тет. Ст. Чек. Мĕн унта — çăварна курак сысашшĕ — ăнран кайса пăхса тăран! Что ты там зазевался! Ib. Калаçакан çăварне карта тытман. (Послов.). Юрк. Ку та тыттарна черккине, мунча чулĕ çине çапнă пек, çăварне ывăта парать. Имен. Çав ĕçкĕре эп те полтăм, сăра, пыл ĕçрĕм: сохал тăрăх йохрĕ, çăвара кĕмерĕ. Скотолеч. 26. Кантăр çăвĕ ĕçтерсен те анса каймасан, ларнă япалине çăваралла кăларма тăрăшас пулать. Трхбл. Вĕсен çăварĕсем пиçчĕр халĕ. Ib. Ах турă, çăварĕ хăлха таран! N. Сирĕн аçу-апу мана питĕ лайăх ĕçтерчĕç-çитарчĕç: халь те çăварта. Сред. Юм. Çерçи çăмартине çăварта хыпса çӳрет, ай, çăварта ванса каймаччĕ (çăварта ванса кайтăрччĕ, тени пôлать). Якейк. Çăвар типсе ларч (от жары). Ib. Ман Йăван çăккăр çăвартан та татмаçть. Ib. Ма-ка эсĕр мана çăвартан та прахмастăр (говорите постоянно обо мне). Ib. Санпа калаçса çăвар пылакне ярас килмест ман. КС. Çăварпа çапса çĕмĕрĕп. ТММ. Çăварна килсе кĕрессе кĕтетнем? N. Çăварна хуп, замолчи. N. Çăвар вĕççĕн калакан халап. ЧС. Кăшкăра-кăшкăра манăн çăвар та типрĕ (высохло во рту). СПВВ. Пурте пĕр çăвара сурас пулать. (Поговорка, выражающая согласие, единодушие). Собр. Арлă-арăмăн пĕр çăварпа сурас пулать, теççĕ. Б. 1З. Халăх çăварĕ хапха, теççĕ. N. Халăх çăварне кĕрсен, пулать. О чем говорит народ, то сбудется. (Послов.). Питушк. Çăвартан тохсан, хапхаран тохать. (Послов.). Изамб. Т. Çини нумай пулмас-ха (не давно ел), çăвартан пăхсан курăнат (т. е. будто пищу видно из глотки). Сыт по-горло. N. † Çăварĕ вылят, куçĕ курат — епле матур хĕрсем пур. || Глоток. Кан. Кăсинчен (= кăсйинчен) пирусне кăларса чĕртрĕ те, пĕр-икĕ çăвар тĕтĕме пăл-л! пăл! кăларнă хыççăн урăх халапа куçрĕ. Ib. Кашни паломмия ик çăвара кӳртет. Он каждое яблоко сьедает в два приема. Якейк. Прик-виç çăвар çăккăр çыртрăм. Ib. Виç çăвар шу ĕçрĕм. N, Икĕ-виçĕ кон пĕр çăвар çăкăрсăр нăмай порăннă. Орау. Çăмартасене хытă пĕçерес, пĕрер çăвар тумалла пулччăр. БАБ. Çыннисем (собравшиеся при этом) пĕр курка сăра та ĕçмеççĕ, пĕр çăвар çимĕç те çыртмаççĕ. N. Эсĕ килтен пĕçерсе янисене пĕр çăвар та çисе пăхман. N. Виçĕ çăвар, то же, что тат. ӧч кабым. || Рот, т. е. едок, N. Килте ĕç çук, çăвар нумай, тăрантаракан никам та çук, теççĕ. || Отверстие у некоторых предметов. Ст. Чек. Кушук çăварĕ — противоположно кушук тĕпĕ. С. Тим. Кăмака çăвар умне сĕтел лартса, ун çине минтер хураççĕ. ССО. Вара патша ача ашшĕсене (отцов юношей) янă та, хăйĕн тарçисене шăтăк çăварне чул кайса купалама хушнă. N. Шăтăкăн çăварĕ хупăнса тăнă. N. Вăл шăтăк çăварне пысăк чулсем йăвантарса хурăр. N. Хутаçăн çăварĕ пысăк. Н. Сунар. Тилĕ Иван тарçа каланă: эсĕ михĕ çăварне (отверстие мешка) епле çыхрăн? Альш. Çав патаккисене пуç-чиккĕн тытса пынипе леш сĕрекийĕн çăварĕ карăнат та, унта пулăсем кĕрсе пыраççĕ. N. Пĕр тĕле чарăнчĕ, пичĕке çăварĕ аяккинелле пулчĕ. В. Ив. Кашни ама чечекин тĕпĕнче пĕчĕкçеççĕ тĕвĕ пур, тĕвĕ тăрринче çунатланса тăракан çăвар пур. || Употребляется переносно и в др, оборотах. N. Урам тăрăх чупса çӳресе çăвара мĕн килнĕ (quic quid venit in buccam), çавна калаттăр (говорили). Орау. Кам ачи-ши ку, çăварĕнче пĕр тутлă сăмах та çук (все говорит глупости). СТИК. Çаварĕнчи сăмахне те калаймаст. (Гов. про человека стесняющего, про мямлю). Ск. и пред. чув, 75. Пор вырăна пуçтарăнсан, ун çăварĕпе пуплеççĕ. Кама 19. Иллене çапла кала.. Çăварĕ çӳлте-ха унăн. Никама та парăнасшăн мар. N. Виç çул асапланса лартнă вите ахалех Ваççа çăварне кĕрсе ӳкрĕ (досталось легко Василию). КС. Пĕр çăвартан çиса пурăнаççĕ вăсам, т. е. живут очень дружно. N. Пĕр çăвартан пурăнаççĕ усем (дружно, согласно, о супругах и др.). || Горлан. (Так называют одного человека, который в праздники напивается и все время поет). Сред. Юм.

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

анекдот

анекдот (шухăшласа кăларнă кулăшла, мыскараллă, шӳтлĕ пĕчĕк халап).

интересный

интереслӗ (халап), кӑмӑллӑ, лайӑх, кӑсӑк.

небылица

пулман япала, шухӑшласа кӑларнӑ япала, суя халап.

вздор

кирлĕ мар пуплев (калаçу), вырăнсăр халап, суя сăмах, кирлĕ мар сăмах.

рассказ

1. каласа пани; 2. калав. рассказать, -ажу что сов., рассказывать несов. каласа пар, каласа кӑтарт; рассказать сказку юмах яр, халап яр.

россказни

-ей разг. суя сӑмах, суя халап.

сказка

1. юмах, халап; рассказывать сказки халап яр; 2. суя япала; всё это — сказки ку пурте — суя япала.

сказочный

1. юмах, халап; сказочный мир халап тĕнчи; 2. юмахри, халапри (паттӑрсем); 3. питӗ пысӑк, тӗлӗнмелле (пуянлӑх, хӑвӑртлӑх).

сорока

1. чакак; 2. перен. пит пакӑлтатакан, халап ҫаптăракан хĕрарӑм.

пустословие

пуш параппан ҫаптарни, пуш халап ҫаптарни, талпаса пени, сӳпӗлтетни.

пустословить

, -влю, -вишь несов. талпаса пер, пуш параппан (халап) ҫап (тар), сӳпӗлтетсе лар.

трубить

, -блю, -бишь несов. 1. трубапа (какăрпа) янрат; пастух трубит в рожок кĕтуçĕ какăр кăшкăртать; 2. перен. халăп сарса çӳре; поехала кума трубить по городу кайрĕ хайхи хĕрарăм хула тăрăх сăмах çӳретме, халап сарма.

фразёр

фразёр (çатăрти, илемлĕ сăмахсемпе пуш халап çаптаракан çын).

уста

устар. çăвар; из уст в уста лам-лам, ламран-лам; молва распространяется из уст в уста халап (сăмах) ламран лама сарăлать.

баллада

баллада (халăх хушшинче авалтанах пыракан халап-легенда çинчен илемлетсе çырнă сăвă).

басня

род. мн. басен 1. юптару, юптаруллă сăвă, юптарса каланă халап; 2. пуçран шухăшласа кăларнă япала, суя япала, суя халап.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

миф

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

Çавăн пекех пăхăр:

халал халалла халаллă халам « халап » халапла халаплан халапçă халат халатность

халап
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
5 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org