Шырав: цель

Шыракан сăмаха çырăр:   
[+] хушма опцисем

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

акă

5.
употр. в знач. связки при именном сказуемом
коммунизм — акă пирĕн тĕллев! — коммунизм — вот наша цель!

задача

2.
задача, цель
пысăк задача — большая задача
черетлĕ задачăсем — очередные задачи
коллектив умне задача ларт — поставить задачу перед коллективом

лек

1.
попасть, угодить в кого-что-л.
чул кантăка лекрĕ — камень угодил в окно
ракета тĕлех лекрĕ — ракета попала прямо в цель
ракет тĕлех лекрĕ — ракета попала прямо в цель

лектер

1.
попадать (в цель)
пăшал персе тĕл лектер — попасть в цель из ружья

малаш

2.
идеал, высшая цель

паха

благородно
вăл паха тĕллев лартнă — он поставил (перед собой) благородную цель

пикенчĕклĕ

целенаправленно, с определенной целью
пикенчĕклĕ пурăн — иметь цель в жизни

тĕллев

цель, задача
палăртнă тĕллев — намеченная задача
пĕртен-пĕр тĕллев — единственная цель
пурнăç тĕллевă — 1) цель жизни 2) смысл жизни
тĕп тĕллев — главная задача, основное направление
тĕллеве пурнăçла — добиться цели
тĕллев ларт — поставить цель (перед кем-л.)
тĕллев тыт — поставить цель (перед собой)
тĕллеве пĕлтерекен пăхăнуллă предложени — грам. придаточное предложение цели
вăл уçăмлă тĕллевпе ĕçлет — он трудится целеустремленно

тупсăм

3.
смысл, цель, назначение
пурнăç тупсăмĕ — смысл жизни

шарт

2.
как раз, точно
шарт тĕле лек — попасть точно в цель

шут

7.
желание, намерение, цель
шут ту — надумать, задумать что-л.
кирлĕ япаласем илес шутпа лавккана кĕр — зайти в магазин (с намерением) приобрести необходимые товары
унăн малалла вĕренес шут пур — он имеет желание продолжить учебу
çирĕп шут тыт — твердо решить, поставить целью

шухăш

5.
замысел, намерение, желание, цель
авантюрăллă шухăш — авантюрный замысел
татăклă шухăш — 1) окончательное решение 2) твердое намерение
ырă шухăш — благое намерение
çын шухăшне сис — угадывать чьи-либо желания

çывăхлат

2.
сближать
пире пĕр пĕтĕм тĕллев çывăхлатрĕ — нас сблизила общая цель

тĕл

III.

цель, мишень
тĕл кăтарт — показать цель
тĕл тиверт — попасть в цель

вир

V. диал.
цель

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

лектер

попадать, повесить; лектертĕм картана – попаль в цель; хăмата лектерсе йатăм – я повесил хомут задев его за гвоздь.

111 стр.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

попасть

глаг. сов.
1. в кого, во что лек, тив, лектер, тиверт; попасть в цель тĕл лектер
2. лек, çаклан, пырса тух, кĕрсе ӳк; волк попал в капкан кашкăр капкана çакланнă; Как ты сюда попал? Мĕнле лекнĕ эсĕ кунта?
3. лек, тив; мальчику попало за баловство ачана ашкăннăшăн лекрĕ ♦ как попало мĕнле килчĕ çапла; где попало ăçта килчĕ çавăнта; кто попало кам лекнĕ çавă, кирек кам

преследовать

глаг. несов.
1. (син. гнаться) хăвăла, хуса пыр, йĕр йĕрле; собаки преследуют волка йытăсем кашкăра хăвалаççĕ
2. (син. угнетать, притеснять) хĕсĕрле, хĕс, хĕстер; преследовать за критику тиркенĕшĕн хĕсĕрле ♦ преследовать цель тĕллев тыт; преследовать свою выгоду харпăр пайтишĕн тăрăш; преследуют воспоминания аса-илӳсем канăç памаççĕ

смысл

сущ.муж.
1. (син. значение) пĕлтерĕш; передать смысл прочитанного вуланин пĕлтерĕшне уçса пар
2. (син. цель) тĕллев, тупсăм; смысл жизни пурнăç тупсăмĕ ♦ здравый смысл чипер ăс-тăн; нет смысла усси çук, кăлăхах

ставить

глаг. несов.
1. что тăрат, ларт; ставить столб юпа ларт
2. кого (син. назначать) ларт, ту, уйăрса ларт; ставить бригадиром бригадир ту (кама та пулин)
3. что ларт, тăрат, вырнаçтар; ставить машину в гараж машинăна гаража ларт
4. что хур, ларт; ставить градусник градусник ларт
5. ларт, ирттер, йĕркеле; ставить спектакль спектакль ларт ♦ ставить подпись алă пус; ставить цель тĕллев палăрт; ставить в вину айăпа хур; ставить в пример тĕслĕхе тăрат; ни во что не ставит ним вырăнне те хумасть

угодить

глаг. сов.
1. кому и на кого юра, тивĕçтер, кăмăлне ту; на него не угодишь ăна юрама çук
2. в кого-что (син. попасть) лек, лектер; кĕрсе ӳк; угодить в цель тĕл лектер; угодить в яму шăтăка кĕрсе ӳк

цель

сущ.жен., множ. цели
1. (син. мишень) тĕл, вырăн (персе лектермелли); самолёт поразил нужные цели самолёт кирлĕ тĕлсене персе аркатнă
2. (син. стремление) тĕллев, ăнтăлу; его цель — окончить институт унăн тĕллевĕ — институт пĕтересси; мы достигли своей цели эпир хамăр тĕллеве пурнăçларăмăр ♦ в целях, с целью ... тĕллевпе

частичный

прил. (син. неполный; ант. полный), частично нареч.
тулли мар, пайăмлă, катăк; цель выполнена частично тĕллеве хашпĕр таран пурнăçланă

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сăмăл

(сŏмŏл), цель. А. Турх.

çул

çол (с’ул, с’ол), дорога. Б. Олг. Çола тохсан, ут йăлăнчĕ (= ывăнчĕ). Бес. чув. 1. Ку пасар çул пăсăлас уммĕнхине пурте пĕлеççĕ. Все знают, что этот базар бывает перед распутицей. Орау. Вăрманпа çул пур-и? Ib. Вăрман виттĕр çул пур-и? Ib. Кӳл тăрăх çул çук. Ib. Уйра та çулсем хурала пуçларĕç, çуркунне пулать. Дик. леб. 47. Йывăç лартса тухнă çул тăрăх. N. † Урам йĕрĕ (след моих ног) çул пултăр; çак ял ачи тус пултăр. Регули 20. Килнĕ çолпа кайлах карĕ. Вернулся тем же путем назад. Ib. 637. Çол олăхпа лайăх-и? Хороша-ли дорога лугами? Ib. 1104. Çол вăрманпа каять. Дорога идет лесом. Ib. 1441. Эп каймастăп, çол осал (утсем килте çук.) Ib. 1444. Кăтарт она çол, вăл ак çохалтăр. Ib. 1446. Мана çол кăтартса яр, манăн çохалас марччĕ (чтобы мне не заблудиться). Якейк. Вăрманта çол пит тăвăр (узка): ик орапа тĕл полсан, иртме кансĕр (трудно разъехаться). Ib. Ман тор лаша çол лайăх ертсе пырать. Ib. Çол ик аяккипа та канав пырать. Ib. † Мăн çол çинче опос вырĕс: валти лаши пасарнă, хӳри-çилхи кăвакарнă, сол тытасси йăвăр поль. Изамб. Т. Ул йĕрпе пĕр пилĕк çухрăм кайсан, пĕр çула тухнă. Шурăм-п. Кушак çул татсан (перейдет, пересечет), телей пулмаçть. Ст. Чек. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан (если перейдет), çул ăнмас, тет. ТММ. Каякана (для идущего) пĕр çул, шыракана çĕр çул. (Послов.). N. Эсĕ каяс çул çинче. N. Çак вăрман хушшипе кукăр-макăр çул каять (идет извилистая дорога). С.-Устье. Эсĕ çул пĕлетĕн-и çак вăрмантан тухма? тет. Салтак калат патша ывăлне: йăвăç тăрне хупарса пăх: хĕш енче çутă пур. Çав енеле турат хуçса пăрах, тет. Патша ывăлĕ, хупарса, турат пăрахрĕ, тет. Кайран, патша ывăлĕ ансан, çутă енеле кайнă, тет. Кайсан-кайсан, пĕр пысăк çурт патне пырса çитрĕç, тет. Коракыш. Вĕсем, çул çухатса (заблудившись), нумай макăрса çӳренĕ. Изамб. Т. Кĕркунне, çул ӳксен (когда установится санная дорога), сутта каяççĕ. Ала 81. Килесси килетĕп те, çул яр мана, терĕ, тет, старик. Поехать-то поеду, но только пропусти. Кан. Пĕр маях çăмăр, тата çул начар тăрĕ. Ала 66. Сĕт çулпа тухса карăмар, çу çулпа килсе кĕтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл уçăлчĕ. Дорога теперь открыта. Ib. Çôл сăхă. Дорога тяжела для езды (зимой). Баран. 201. Пĕтĕм çул çийĕ вилнĕ çын пулнă. По всей Дороге валялись трупы. В. С. Разум. КЧП. Çынсем пĕр маях уттараççĕ çулпала. Юрк. Улпутпа лаккей çулпа ларса пыраççĕ (едут в экипаже). Букв. 1904. Çул хура, лавна ху йывăртарах тиенĕ, çапах тата лашуна хĕнетĕн. Альш. Унта та çулсăр çĕртен çӳреме çук. И там нельзя ехать по тому месту, где не проложена дорога. Ib. † Кăçал ыраш пуссисем пит аякра: ялан кукăр çулпалан каймалла. N. Землянкă йĕри-тавра чăрăш турачĕ лартса çаврăннă икĕ ерет, пĕтĕм çул туса пĕтернĕ. Орау. Çул çемçеличчен (юр йăшиччен), до распутицы. N. Çул картланаччен (осенью). N. Çулсем çинче шăнса вилнĕ сала-кайăкĕсем выртаççĕ. || Путь, путина. Кн. для чт. 136. Çул килнĕ майĕпе шăнкăрчăсем кăшт канчĕç те, унтан часрах хирсене, çаранлăхсене çырмасене вĕçе пуçларĕç. N. Мана ама-çури пайтах ылханчĕ: кайма çул, килме вут, тетчĕ. N. Çул çинче тутар мĕн пулассине шухăшласах пырать, тет, теççĕ. (Послов.). М. Тюмерли. Вара, пурте пухăнса çитсен, çула тапранса каяççĕ. Вĕсем кайнă чухне пит шавласа каяççĕ. N. Çол çинче лайăх килтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл çӳреме каякан çынна: çôл ăнтăр, тесе, каласа кăларса яраççĕ. N. Москваран Перĕм çĕрне çитесси пайтах çул. ЧП. Кĕркунне пулсан, çуна çӳлĕ ӳксен. КС. Çулне ял тулашĕнчен ячĕç. Заставили ездить проезжих мимо деревни. N. Унтан çул ямаççĕ! Там запрещают ездить! КС. Унтан çул каймасть. Там ехать не надо, не эта дорога. Регули 636. Çол шупа вăрăм. Ib. 31. Вăлсам çол çӳремелли турĕç. N. Çула тухнă чухне, при выезде в дорогу; çула тухса кайнă чухне, в самый момент выезда (выхода) в дорогу. Ст. Чек. Сирĕн патăра кĕме çул килмерĕ (не случилось пути). Ib. Ваня пуян патне кайма çул килмес. Ib. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан, çул ăнмас, тет (пути не будет. т. е. не достигается цель путешествия). Лашм. † Çӳрен утма ятăм çул çуреме, тытма чĕлпĕр вăрăм пулмарĕ. N. Ырă çынпа çула тухсан, çул иртнине сисместĕн, теççĕ. (Послов.). Альш. Инçе çула хĕр парсан, килни-кайни курăнмас. N. Эсĕ хăвăн чуру Иосифпа пĕрле çула пынă. Янтик. Çул кĕске пултăр тесе, уйăрăлнă чухне пĕри те пуса инçе каять пулсан, тепри ăна: çул кĕске пултăр ĕнтĕ сана, чипер кай, тет. Ир. Сывл. ЗЗ. Çул парах! Кан. Враг. † Хĕрсем çулĕ ăстăльте? Аслă урамăн варринче, хапха умĕнче сак çинче, симĕс сатăн айĕнче, пурçын тĕрри аллинче. Сред. Юм. Çôл питĕрнчĕ. Нигде ходу нет. N. Ыратнине чăтаймасăр, эпĕ çула тăршипех (всю дорогу) кăçкăрса макăрса пытăм. Сунт. Çул çине тухакана укçи те, япали те кирлĕ вĕт. N. Аяк çол, дальняя дорога. N. Пире кирлĕ япаласем çул çинче килме тухнă (уже в пути). N. Кил çулĕ çинче, на дороге домой. КС. Манăн çулĕ уçăлнă. У меня нет препятствий. Собр. † Инçе çултан хурăнташ турăм ĕмĕрлĕхе пĕрле пурăнасшăн. || Проход. Янтик. Халăх ик айккинелле уйăрлса (сирĕлсе), ăна иртсе кайма сарлака çул турĕç (пачĕç). N. Ывалĕ килте мар-тăк — икĕ айкки пĕр çул сана. || Дымовой проход. Пир. Ял. 1928, № 51. Анчах, кăмакан тĕтĕм çулĕ нумайрах пулас пулать. || В перен. смысле. Собр. Куçсăр çын хăй умăнчи чашки çинче те çулне тупаймаçть, теççĕ. (Послов.). Толст. Ку манăн çулпа килмерĕ, ӳссĕр тавăрăнчĕ, курăнать, терĕ, тет. || Назв. духов. N. Унтан кайран турă çулне пăтă, турă амăшĕ çулне юсман паратпăр, теççĕ. || Встреч. в выражении: N. † Вăрманта упа, аннеçĕм, хирте кашкăр, аттеçĕм! Ăçта хурам-ши пуççăма? Çӳлелле пăхрăм — çул çӳлĕ, çĕрелле пăхрăм — çĕр хытă. || Грива? (Срв. тюрк. jaл, грива). Пазух. Хура лаша çулĕсем, пĕкĕрен çӳлĕ пуçĕсем. || Влагалище. Сборн. по мед. Пит хытă ыратнă чух, ача пуçĕ хăвăрт килсе çулĕ çурăласран, ача пуçне кăшт тытас пулать. || Право. N. Манăн çол пор.

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

цель

ж. 1. тĕл, тĕллесе пемелли паллă; попасть в цель тĕле лектер; 2. тĕллев, тытнă шухăш; с целью, в целях (тăвас) тесе.

Çавăн пекех пăхăр:

целоваться целомудренный целость целый « цель » цемент цементировать цементла цементлан цементлă

цель
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org