Шырав: явăнакан вăрăм туна

Шыракан сăмаха çырăр:   
[+] хушма опцисем

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

алă

ручной
ал арманĕ — ручная мельница
алă ĕçĕ — ручная работа
ал лаппи  — ладонь
ал пичĕ — ладонь
ал тупанĕ — ладонь
алă пăчки — ножовка, ручная пила
алă протезĕ — протез руки
алă сехечĕ — наручные часы
ал сыппи — запястье
ал çупкăмĕ — кисть руки
ал çупки — кисть руки
ал туйи — трость, посох
ал туни — рука, предплечье
ал хурси — рука, предплечье
ал тӳрчĕ — тыльная сторона кисти руки
ал тӳртĕшĕ — тыльная сторона кисти руки
алăри ача — грудной ребенок
алăран алла — из рук в руки (передавать)

алă вĕççĕн —
1) рукою, руками, вручную
алă вĕççĕн çапăç — биться врукопашную
2) с рук
алă вĕççĕн сут —продавать вразнос, с рук

алă витĕр пăх — смотреть, прикрывая глаза рукой
алă пар — обмениваться рукопожатием, подавать руку для приветствия
алă тыт — обмениваться рукопожатием, подавать руку для приветствия
алă сиктер — вывихнуть руку
алă çуп — хлопать в ладоши, аплодировать
алăпа çыр — писать от руки

алла вĕрен — 1) привыкать к рукам (о ребенке) 2) приручаться (о животном)
алла вĕрент — 1) приучать к рукам (ребенка) 2) приручать (животное)
алла ил — 1) взять на руки 2) забрать в свои руки
алла кĕр (лек)  — попасться в руки к кому-л.
алла пар — дать в руки
алла тыттар — вручить
Вутăн алли вăрăм. — посл. У огня руки длинные.
Вăррăн алли илет те пĕвĕ çĕклет. — посл. Вор берет руками, да расплачивается боками.

анфилада

анфилада (вăрăм рет)
пӳлĕмсен анфилади — анфилада комнат

апăрша

бедный, несчастный, жалкий
апăрша, епле пĕтсе кайнă! — как она, бедняжка, похудела!
ку апăршана мĕнле пулăшас-ши? — как же помочь этому бедняге?
Пуян çын путек усрать, апăрша сын ача усрать. — посл. У богача много ягнят, у бедняка — детей.
Хĕрлĕ туна апăрша. (Кăвакарчăн). — загадка У босого бедняжки ноги красные. (Голубь).

аркăллă

1.
с каким-л. подолом
с
какой-л. полою
вăрăм аркăллă пальто — пальто с длинными полами

вăрăм

длинно
вăрăм çӳç — длинные волосы
вăрăм пушă — длинный кнут (пастуший)
вăрăм çул — дальняя (букв. длинная) дорога
вăрăм хумсем — физ. длинные волны
вăрăм çырса кай — длинно писать

вăрăм

высоко
вăрăм арçын — высокий мужчина
вăрăм курăк — высокая трава
сухан вăрăм çитĕнсе кайнă — лук вырос высоким

вăрăм

продолжительно, длительно, долго
вăрăм ĕмĕр — долгая жизнь
вăрăм кĕр — затяжная осень
чир вăрăма кайрĕ — болезнь затянулась
ĕçе вăрăма яр — затягивать дело

вĕçĕмлĕ

конечный
имеющий конец

Вăрăм çул та вĕçĕмлĕ. — погов. И долгая дорога имеет конец.

вырăс

прил. и сущ.
русский
вырăс халăхĕ — русский народ
вырăс хĕрарăмĕ — русская (женщина)
Пӳрте вăрăм вырăс кĕрет. (Хĕвел пайăрки). — загадка В избу входит долговязый русский. (Солнечный луч).

газик

разг.
газик (ГАЗ кăларса туна çăмăл вездеход)

галерея

1.
галерея (çурт пайĕсене пĕрлештерекен каçă е вăрăм балкон)
кантăклă галерейи — стеклянная галерея

дистанци

2. спорт.
дистанция
кĕске дистанцисем — короткие дистанции
вăрăм дистанцие чупни — бег на длинные дистанции

йăлăнтар

II.
утомлять
вăрăм çул ăна йăлăнтарчĕ — длительная поездка утомила его

кĕлет

амбарный
лабазный

ай кĕлет — нижний этаж двухэтажного амбара
колхоз кĕлечĕсем — колхозные амбары
çăнăх кĕлечĕ — мучнбй лабаз
тырă кĕлетĕ — хлебный амбар, зернохранилище
кĕлет айĕ — подполье (под амбаром)
кĕлет умĕ — площадка перед амбаром
тырра кĕлете кĕрт — засыпать хлеб в амбар
Кĕлеттĕнчен тĕкки вăрăм. (Чакак). — загадка Подпорка длиннее самой клети. (Сорока).
Сӳс кĕлет, мунчала çăраççи. (Михĕ).— загадка Пеньковый сарай, мочаловый ключ. (Мешок).

кĕпçеллĕ

2.
с каким-л. стволом
-ствольный

икĕ кĕпçеллĕ пăшал — двуствольное ружье
вăрăм кĕпçеллĕ тупă — длинноствольная пушка

кĕске

коротко
кĕске дистанци — спорт. короткая дистанция
кĕске йĕм — штанишки
кĕске пиншак — куцый пиджачок
кĕске çул — короткий путь
кĕске мăйлă — короткошеий
кĕске метражлă фильм — короткометражный фильм
кĕске хумлă — радио коротковолновый
кĕске кастар — коротко стричься
сана ку шăлавар кĕске — эти брюки тебе коротки
Кĕскерен вăрăм пулас çук. — погов. Короткому не быть длинными. (соотв. Чего нет, того не приставить).

кунçул

1.
жизнь, жизненный путь
вăрăм кунçул — долгая жизнь
иртнĕ кунçул — былое, прбшлое
поэт кунçулĕ — жизненный путь поэта
ватăлнă кунçулта — в старости, на закате дней

кунчаллă

с голенищами, имеющий голенища
с паголенками, имеющий паголенки

вăрăм кунчаллă атă — сапоги с длинными голенищами
тăвăр кунчаллă чăлха — чулки с тесными паголенками

куштан

высокомерный, надменный, спесивый, заносчивый
куштан хĕр — 1) щеголиха 2) высокомерная девушка
Куштан çыннăн челки вăрăм. — посл. У заносчивого человека язык длинный.

лав

5. ист.
гужевая повинность
ездка (в счет мирской повинности)
вăрăм лав — дальняя ездка

лăс

III. подр. —
о колыхании, встряхивании чего-л. свисающего


лăс-лăс —
1) усил. от лăс II.
качака вăрăм çăмне лăс-лăс силлентерсе чупать — коза бежит, потряхивая длинной шерстью
2) мохнатый, лохматый (о животных)
ветвистый, густолиственный (о деревьях)
3) мелкий, моросящий (о дожде)

лутра

низкий, невысокий
лутра кăна йывăç — низкорослое дерево
лутра çын — приземистый человек
Вăрмантан вăрăм, курăкран лутра. (Çул). — загадка Выше (длинее) леса, ниже травы. (Дорога).

марафон

спорт.
марафон (чи вăрăм дистанцие чупни)

маузер

маузерный
вăрăм кĕпçеллĕ маузер — длинноствольный маузер

мăйлă

2.
с каким-л. горлышком,
имеющий
какое-л. горлышко
вăрăм мăйлă — 1) с длинной шеей, длинношеий 2) с длинным горлышком
катăк мăйлă кăкшăм — кувшин с расколотым горлышком

монолог

монолог (пьесăри герой хăйне хăй е залра ларакансене калакан вăрăм сăмах)

объектив

объектив
вăрăм фокуслă объектив — длиннофокусный объектив
кинокамера объективĕ — объектив кинокамеры
улăштармалли объектив — сменный объектив

питĕркĕч

1.
запор, задвижка, засов
алăк питĕркĕчĕ — дверной засов
чӳрече питĕркĕчĕ — оконный шпингалет
Кĕлетĕнчен питĕркĕчĕ вăрăм. (Чакак). — загадка Задвижка длиннее клети. (Сорока).

пуплев

3.
фраза
вăрăм пуплев — длинная фраза
пуплевсене тĕрĕс йĕркеле — правильно строить фразы

пучушши

лутошко (липовая палка со снятым лубом)
Пучушшинчен пушăчĕ вăрăм. (Йĕлтĕр). — загадка Лыко длиннее лутошка. (Лыжи).

пушă

I.

кнут, плеть, нагайка
кĕтӳç пушши — пастуший кнут
вăрăм пушă — пастуший кнут
кĕске пушă — плеть
чĕн пушă — ременная нагайка
пушă аври — кнутовищ
пушăпа çап — стегнуть кнутом
пушша виççĕлле явнă — кнут свит в три пучка
Атăл урлă вăрăм пушă выртать. (Пăр çурăлни). — загадка Через Волгу протянулся пастуший кнут. (Трещина во льду).

пӳ

2.
рост
вăрăм пӳ — высокий рост
пĕвĕ манăнни пекех — с меня ростом
пĕве кай — вытянуться, вырасти
пӳ çӳллĕшĕ — в рост человека

рейтуз

рейтузы (çыхса тунă вăрăм йĕм)
çăм рейтуз — шерстяные рейтузы
рейтузпа çӳре — ходить в рейтузах

рокировка

шахм.
рокировка (корольпе ладьяна ылмаштарса лартни)
вăрăм рокировка — длинная рокировка
кĕске рокировка — короткая рокировка
рокировка ту — делать рокировку, рокироваться

сава

1.
общее название инструментов для строгания:
струг, рубанок, наструг т. ыт.
кĕске сава — рубанок
вăрăм сава — фуганок
икĕ питлĕ сава — двойной струг, шлихтубель
калттир сава — галтель (рубанок с узорным лезвием)
чăмăр сава — шерхебель (струг с круглым лезвием)
сава аври — рукоятка струга
сава тимĕрри — лезвие струга
сава турпасĕ — стружки
хăмана савапа савала — обстругать доску рубанком
Сава хыççăн пуртăпа касмаççĕ. — посл. После рубанка топором не тешут.

сак

1.
лавка, скамья, скамейка
нары

вăрăм сак — скамья вдоль всей стены
тăрăх сак — скамья вдоль всей стены
кутник сакки — нары возле дверей
урлă сак — нары
Ĕмĕр сакки сарлака. — посл. Скамья жизни широка. (соотв. Жизнь прожить — не поле перейти).

сентел

кумачовый
сентел çиппи — тонкие нитки (для изготовления масмака)
сарă вăрăм хĕрсене сентел масмак килĕшет — фольк. стройным русым девушкам к лицу кумачовый масмак

серпантин

серпантин (тĕслĕ хутран тунă ансăр вăрăм лента)

сухаллă

2.
усатый
-усый
(о насекомых, животных)
вăрăм сухаллă — рак длинноусый рак

сыпă

5.
промежуток, пространство, протяжение между чем-л.
угол (избы)
алăк сыппи — прихожая
алăк сыппире хывăн — раздеться в прихожей
тĕпел сыппи — передний угол
Пурнăç сыппи вăрăм. — посл. Протяженность жизни велика. (соотв. Жизнь прожить — не поле перейти).

тăс

1.
тянуть, вытягивать, протягивать
алла тăс — протянуть руку
мая тăс — вытягивать шею
Тăснă çăкăртан пăрăнма хушман. — посл. Коли протянули тебе хлеб, не отворачивайся от него.
Аллуна хăвăнтан вăрăм ан тăс. — посл. Не вытягивай руку длиннее себя. (т. е. Рукам волю не давай).

тĕк

3.
ворс
пусма тĕкĕ — ворс ткани
ку кавирĕн тĕкĕ вăрăм — у этого ковра длинный ворс

тире

тире
тире палли — знак тире
тире ларт — ставить тире
вăрăм тире — комп. длинное тире

туна

1.
стебель, черешок, ствол
хăвăл туна — полый стебель, ствол
кăмпа туни — ножка гриба
купăста туни — капустная кочерыжка
çулçă туни — черешок листа
туна çинчех пиç — созревать на корню (букв. на стебле)

туна

4. диал.
нога
туна тăли — онучи, портянки
унăн туни вăрăм — у него длинные ноги

туналлă

1.
имеющий какой-л. стебель, черешок, ствол,
с
каким-л. стеблем, черешком, стволом
вăрăм туналлă курăк — трава с длинным стеблем

туналлă

2.
имеющий какую-л. голень
вăрăм туналлă ача — голенастый мальчик

турчăка

кочерга
вăрăм турчăка — кочерга с длинной рукояткой (для русской печи)
турчăкапа кăвар — турт сгребать угли кочергой
Хана килсен, хуçа арăмĕ ялан турчăка тăрринче. — погов. Когда дома гости, хозяйка постоянно с кочергой.
Пĕччен утасси турчăкапа çухрăм виçессипе пĕрех. — погов. Одному быть в пути — что версту мерить кочергой.

тымарлă

1.
имеющий корни, с какими-л. корнями
вăрăм тымарлă — с длинными корнями
лăс тымарлă — с мочковатыми корнями

тышла

дышло
вăрăм тышла — длинное дышло

усси

ус и усы
вăрăм усси — длинные усы
усси ӳстер — растить, отпускать усы
уссине хырса пăрах — сбрить усы

халай

2.
речь
вăрăм халай — длинная речь

халалла

1.
желать кому-л. чего-л.
высказывать пожелание
вăрăм кун-çул халалла — пожелать долгих лет жизни

хăва

ивовый
вăрăм туратлă хăва — плакучая ива
сарă хăва — 1) ива прутовидная 2) ива пурпурная
тĕклĕ хăва — ива лохматая
тĕмлĕ хăва — тальник, тал
хĕрлĕ хăва — краснотал, верба красная
шурă хăва — белый тал
хăва кати — заросли ив, ракитник
хăва тĕми — ивовый куст
Хăвана çамрăк чух аваççĕ. — погов. Ивовые прутья гнут, пока они молоды. (соотв. Куй железо, пока горячо).

хăлхаллă

1.
с какими-л. ушами
-ухий

вăрăм хăлхаллă — длинноухий
катăк хăлхаллă — корноухий
мăтăк хăлхаллă — короткоухий
пысăк хăлхаллă — ушастый, с большими ушами
усăк хăлхаллă — вислоухий
хăрах хăлхаллă — одноухий
вăл хытă хăлхаллă — он туговат на ухо

хăрпăк

1.
ресница и ресницы
куç хăрпăкĕ — ресницы
вăрăм хăрпăклă куç — глаза с длинными ресницами

хобот

хобот
вăрăм хобот — длинный хобот
слон хобочĕ — хобот слона

хӳреллĕ

с каким-л. хвостом, хвостатый
вăрăм хӳреллĕ — длиннохвостый
лапсăркка хӳреллĕ — с лохматым хвостом
татăк хӳреллĕ — куцый
хӳреллĕ упăте — хвостатая обезьяна

чараксăр

1.
несдержанный, невоздержанный на язык, болтливый
чараксăр чĕлхе — 1) болтливый, длинный язык 2) болтун
Чакакăн хӳри вăрăм, чараксăр çăварăн чĕлхи вăрăм. — посл. У сороки хвост длинный, у болтуна язык долгий.

чăпăркка

плеточный
вăрăм чăпăркка — бич
чăпăркка аври — кнутовище

чĕлхе


вăрăм чĕлхе — болтун
йӳплĕ чĕлхе — сплетник (букв. раздвоенный язык)
пыллă чĕлхе — подхалим, льстец (букв. медовый язык)
пар чĕлхе — сосулька
пĕчĕк чĕлхе — анат. язычок
пушмак чĕлхи — язычок ботинка
чĕлхе вĕçĕнчех — вертится на языке (о слове)
чĕлхе çинчех — вертится на языке (о слове)
чĕлхи кĕçĕтет — у него язйк чешется (сказать что-л.)
чĕлхе çаврăнмасть — язык не поворачивается (сказать что-л.)
чĕлхе çыхланать — язык заплетается, язык коснеет
чĕлхĕм хăрса лартăр! — отсохни (у меня) язык! (клятвенное выражение)
чĕлхене вĕçертсе яр — давать волю языку, распускать язык
чĕлхене чар — придержать язык
чĕлхене çырт — прикусить язык, держать язык за зубами
чĕлхепе çу — льстить, подлизываться
чĕлхи çине çăпан тухасчĕ — типун ему на язык
чĕлхи çине шĕпĕн тухасчĕ — типун ему на язык
чĕлхи уçăлчĕ — у него развязался язык
чĕлхӳне çăтса ярăн — можно проглотить язык (о вкусной пище)
вăл чĕлхине кăларса чупать — он бежит, высунув язык

чи

I.
частица,  
служит для образования форм превосходной степени

самый, весьма
наи-

чи авалхи — самый древний
чи вăрăм кун — самый длинный день
чи кĕске — самый короткий
чи малтан — 1) с самого начала 2) прежде всего
чи пысăк — наибольший, максимальный
вăл чи юлашки килчĕ — он пришел самым последним

шашка

II.
шашка (хĕç) [кабардин sešxo — вăрăм çĕçĕ]
касак шашки — казацкая шашка
шашка йĕнни — ножны шашки

шлейф

шлейф (хĕрарăм кĕпин вăрăм арки)

шпалер

2.
шпалер (явăнакан ӳсентăрансене тытăнтармалли решетке)
иçĕм шпалерĕсем — шпалеры винограда

шӳкĕр

диал.
сосулька
çуркунне шӳкĕр вăрăм пулсан, йĕтĕн лайăх пулать — если весной сосульки бывают длинные, то хорошо уродится лен (народная примета)

яв

1.
вить, свивать
плести

вĕрен яв — вить веревку
чечексенчен пуç кăшăлĕ — яв плести венок из цветов
çивĕт яв —заплетать косы
Темлĕ вăрăм явсан та, вĕрен вĕçĕ тухатех. — посл. Какую длинную веревку ни вить, а конец выйдет.

явăнчăк

1.
вьющийся
явăнчăк туна — вьющийся стебель
çӳçĕ унăн явăнчăк — у него вьющиеся волосы

яр


алла вăрăм яр — проявлять алчность, зариться
алла ирĕке яр — дать волю рукам
алла ярса ил — взять в свои руки
асран ан яр — постоянно думать о ком-чем-л.
ăша хĕлхем яман во рту маковой росинки не было
куçран ан яр — не выпускать из поля зрения
намăса яр — выставлять на посмешище
пуç яруст. сослать (в ссылку)
пуçа лăш яр — опустить голову
салам яр — приветствовать (в письме)
çăвар тутине яр — вызывать неприятное ощущение во рту
ташша яр — пуститься в пляс
тымар яр — пускать корни, укореняться
хваттер яр — сдавать жилье, пускать на квартиру
хунав яр — пускать побеги (о деревьях, кустах)
чĕлхене яр — распустить язык
шухăша яр — повергнуть в раздумья
ыйха яр — спать мертвым сном
юрра яра пар — распевать песни, заливаться
ятна ан яр — не урони свою честь
ят яр — опозорить, осрамить, обесчестить
ярса пус — шагнуть
ярса тыт — схватить, задержать

çилхе

грива
арăслан çилхи — львиная грмва
ут çилхи — конская грива
çилхе çийĕ — загривок
çилхене çивĕтле — заплести гриву
хум çилхи — перен. гребешки волн, гривы волн
вăрăм çилхесем — ирон. попы (букв. долгогривые)
Уй-уй урлă хура çилхеллĕ ут кĕçенсе чупать. (Пуйăс). — загадка Через поля мчится со ржанием черногривый конь. (Поезд).

ĕмĕр

3.
жизнь, годы, пора жизни
çамрăк ĕмĕр — молодые годы, молодость
яш ĕмĕр — молодые годы, молодость
ĕмĕр тăршшĕпе — всю жизнь
вăрăм ĕмĕр сун — пожелать долгих лет жизни
ĕмĕр ирттер — прожить жизнь
ман ĕмĕре çитĕ — хватит на мой век, на мою жизнь
Çамрăк ĕмĕр иккĕ килмест. — посл. Молодость дважды не приходит
Ĕмĕр сакки сарлака. — посл. Скамья жизни широка. (соотв. Жизнь прожить — не поле перейти.
Пурăннă ĕмĕрте катах пуртă та кирлĕ пулнă, тет. — посл. В долгой жизни может пригодиться и щербатый топор.

вĕрен

веревочный, канатный
пушат вĕрен — веревка из лыка
мунчала вĕрен — веревка из лыка
вĕрен вĕççĕн — на привязи
вĕрен шалçи — колышек для привязи
вĕрен пусма — веревочная лестница
вĕренпе çых — обвязать веревкой
Вăрăм вĕренĕн вĕçĕ çук. (Çул). — загадка Длинная веревка конца не имеет. (Дорога).

сенĕк

1.
вилы
вăрăм сенĕк — вилы с длинным череном
кĕлте сенĕкĕ — вилы для снопов
тимĕр сенĕк — железные вилы
сенĕк аври — черен вил
пĕр сенĕк утă — беремя сена (один захват вилами)
Сĕм вăрманта сенĕклĕх тупаймăн. (Лаша хӳри). — загадка В дремучем лесу не найдешь развилистого дерева. (Лошадиный хвост).

кăритур

коридор
вăрăм кăритур — длинный коридор
сывлăшри кăритур — перен. воздушный коридор

вăрăм


вăрăм лавист. 1) ямская повинность 2) мирская подвода
вăрăм сава — фуганок
вăрăм урапа — долгуша (телега для перевозки бревен)
вăрăм ыйхă — смерть (букв. долгий сон)
вăрăм чĕлхе — болтливый человек, длинный язык

сăмса


ама туна сăмсибот. рыльце пестика
сăмсана каçăрт — задирать нос, важничать
сăмса айĕнчех — под самым носом
Сăмса айĕнчи курăнмасть, вăрман урли курăнать.
погов. Что под носом — не видно, а что за лесом — видно.
сăмсана чик — совать нос, соваться куда-л.
юраман çĕре сăмсуна ан чик! — не суй своего носа куда не следует!
сăмсана пăр — нос воротить
сăмсу çине карт — заруби себе на носу

солитер

II.
солитер [тёр] (хăю евĕр вăрăм шĕвĕрĕлчен)

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

бейсболка

ç.с. Вăрăм сăмсаллă спорт кепки (карттусĕ). Аудиторире бейсболкăпа, ура хуçлатса, ...чăмлак кавлесе лараççĕ. ÇХ, 23.10.1998, 2 с. Чăваш таможни ... 2322 бейсболкăна çак [тăлăх] ачасене валеçсе пама йышăннă. ÇХ, 1999, 6 /, 1 с. Э.Иглесиас шӳтлеме юратать, хăй бейсболкăпа майка тăхăнса янă. Т-ш, 2000, 42 /, 11 с. Иртнинче Дима хăйĕн бейсболкине пăрахса хăварнă. ÇХ, 2001, 22 /, 8 с.

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

вăй

мышца
вăй патăр — Бог на помочь!
вăйлă — сильный
вăйсăр — бессильный
вăйпа — силом
вăйпа туртса илнĕ — отняли силом
вăйлă çын — силач
вăйĕ вăрăм тунайăн пек — силишка, что у комаришки
вăй çитменнине ан тапăн теççĕ — не нападай на того, на кого сил не хватит
вăйран ытлашшине ан ĕçле — не берись за непосильное
вăйлан, вăйлăлан —усиливаться
вăйлăлат, вăйлат — усилить; усиливать

вăрăм

длинный, долгий
вăрăм туна — комар
вăрăм вĕрен — длинная веревка
вăрăм йумах — долгая сказка
вăрăм хӳре — волк
вăрăм тенкел — скамья
курăк вăрăммине хам куçпах курса пĕлтĕм — то (обстоятельство), что трава высока, я узнал, повидав собственными глазами

пушă

II.
плеть
кнут

вăрăм пушă — пастуший кнут
пушă аври — кнутовище

çурта

свеча
ăвăс çурта — восковая свеча
çурта лартаканни — подсвечник
вăрăм çурта айĕнче лармалли каç — вечер сидения под длинной свечей (из поминальных обрядов)

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

заповедь

Турă кĕнекинчи вунă япала çинчен пĕлтерекен сăмах; закон; Турă хушни; Турă йĕрки. Вунă япала çинчен пĕлтерекен сăмахсене (заповедьсене) Турă еврей халăхне Моисей пророк урлă Христос çураличчен 1615 çул малтан Синай тăвĕ çинче панă [Наставление 1896:21]; Турă хушнисене (заповедьсене) пĕлетĕн <…> [Господа 1898:105]; Турă йĕркисенчен (заповедьсенчен) пуринчен те чăн асли хăйшĕ тенĕ [Господа 1898:112]; Епле эпĕ аннем пиллĕхне, Туррăн аçуна, аннӳне хисепле, хăнах ырă пулĕ, çĕр çинчи ĕмĕрӳ вăрăм килĕ тесе хунă заповеде (закона) пурăнăçпа улăштарăп, епле эпĕ Турă законне пăсăп [Отец 1904:11].

лента

хăю. Хунар шăтăкĕ тĕлĕнче машинăпа витĕр курнан çурхах пек ансăр вăрăм (хăю) лента çаврăнса тăрать [Çулталăк 1913:26].

молебен

кĕске кĕлĕ. Архиерей мантия тăхăнса пырса хĕресе чуп тусан чиркĕве кĕнĕ; унта кĕске кĕлĕ (молебен) пулнă, ун хыççăн протодиакон уншăн ĕмĕр вăрăм пултăр тесе каланă [Освящение 1904:7]; Эрех ĕçмен çынсен ушкăнне кĕрес тиекен çын чи малтан ушкăнпа тăвакан кĕске кĕлĕре (молебенра) итлесе тăрать <…> [Устав 1904:3].

резак

çĕçĕ. Кашта варри тĕлне аял енчен вăрăм çĕçĕ хурсан çĕре йĕр тумалли резак (çĕçĕ) пулать [Костычев 1908:9].

сеялка

тырра ретĕн акакан машина. Тырра çапла акасса ретĕн акакан машинапа (сеялкапа) акаççĕ. <…> сеялка урапаллă вăрăм арча пек пулать [Способы 1911:6].

çитĕн

ӳс. Вăл ерсенех йывăçăн çӳлçисем типме пуçлаççĕ, çамрăк туратсем çитĕнме (ӳсме) чарăнаççĕ [Яблонная 1915:4]; Çамрăк калча пит хитре çитĕнет (ӳсет), вăрăм ану та сип-симĕс выртать [Поучения 1904:19].

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

бегун

сущ.муж., бегунья жен.
чупăçă, чупуçă; чупакан; бегун на длинные дистанции вăрăм дистанцисене чупакан

бесконечный

прил.
1. (син. безграничный, беспредельный) вĕçсĕр-хĕрсĕр, вĕçĕ-хĕррисĕр, чикĕсĕр; бесконечное мировое пространство вĕçĕ-хĕррисĕр тĕнче уçлăхĕ
2. (син. длинный, долгий, продолжительный), бесконечно нареч. вăрăм, вĕçĕмсĕр, вĕçленме пĕлми; дорога тянется бесконечно çул пĕр вĕçĕмсĕр тăсăлса выртать
3. (син. чрезвычайный, сильнейший) питĕ вăйлă, иксĕлми, çав тери; бесконечная радость иксĕлми савăнăç

болотный

прил.
шурлăх -о; шурлăхри; болотные растения шурлăх ӳсен-тăранĕ; болотные сапоги шурлăх атти, вăрăм атă

вал

1. сущ.муж., множ. валы
1. (син. насыпь) вал (тăпра купаласа тунă вăрăм хӳтлĕх); крепостной вал крепость валĕ
2. (син. волна) хум, пысăк хум; пенистые валы кăпăклă хумсем

виться

глаг. несов.
1. (син. обвиваться) явăн, явкалан; вьющиеся растения явăнакан ӳсен-тăран
2. (син. кружиться, изгибаться) пăтран, кускала; собака вьётся у ног йытă ура айĕнче кускалать
3. (син. подниматься, кружиться) явăн, çĕклен, йăсăрлан, мăкăрлан; над дорогой вьётся пыль çул çийĕн тусан йăсăрланать

высокий

прил., высоко нареч.
1. (ант. низкий) çӳллĕ, вăрăм; высокая гора çӳллĕ сăрт; высокий столб вăрăм юпа; высоко в небе чăн тӳпере
2. (син. большой, значительный; ант. низкий) пысăк, вăйла; высокая температура пысăк температура; высокий урожай вăйла тыр-пул; высокая вода тулăх шыв, ейӳ шывĕ
3. (син. значимый, важный, почётный) пысăк, чаплă, чыслă; высокая ответственность пысăк яваплăх; высокие гости чаплă хăнасем ♦ высокий голос çинçе сасă; быть высокого мнения пысăка хур; товары высшего качества чи паха таварсем

гладиолус

сущ.муж.
гладиолус (вăрăм туналлă, капăр çеçкеллĕ пахча чечекĕ)

дистанция

сущ.жен. (син. промежуток)
дистанци, хушă, çул, вăрăмăш (тăршшĕне палăртса хуни); бег на длинные дистанции вăрăм дистанцисене чупни, пысăк вăрăмăша чупни; дистанция между автомашинами автомашинăсен хушши

длинный

прил. (ант. короткий)
вăрăм; длинная доска вăрăм хăма, рукав слишком длинен çанă ытла вăрăм

длительный

прил. (син. долгий; ант. краткий)
вăрăм, вăрах; длительная командировка вăрăм командировка; длительное время пысăк хушă, вăрах хушă

долгий

прил., долго нареч. (син. длительный, продолжительный; ант. краткий)
вăрах, вăрăм; на долгий срок вăрах вăхăта; долгая жизнь вăрăм ĕмĕр; не долго думая нумай шухăшласа тăмасăр ♦ отложить в долгий ящик ĕçе вăраха яр; долго ли до беды инкек куçа курăнса килмест

жизнь

сущ.жен.
1. (ант. смерть) пурнăç, пурăну, пурăнни; возникновение жизни на Земле Çĕр çинче пурнăç пуçланса кайни
2. пурнăç, ĕмĕр, кун-çул; долгая жизнь вăрăм ĕмĕр; прожить жизнь в труде пурнăçа ĕçлесе ирттер
3. кого-чего или какая пурнăç, ĕç-хĕл, пурнăç-тăрмăш; общественная жизнь общество пурнăçĕ; оторваться от жизни пурнăç-тăрмăшран уйрăлса кай ♦ отдать жизнь пурнăçа пар (вилни çинчен); воплотить в жизнь пурнăçа кĕрт; между жизнью и смертью пурнăçпа вилĕм хушшинче, ни чĕрĕ ни вилĕ; Жизнь прожить — не поле перейти посл. ĕмĕр сакки сарлака

жираф

сущ.муж. и жирафа жен.
жираф (Африкăра пурăнакан вăрăм ураллă, вăрăм мăйлă чĕр чун)

журавль

сущ.муж.
тăрна; гнездо журавля тăрна йăви ♦ колодезный журавль пусă тараси (шыв ăсмалли вăрăм кашта)

зудеть

глаг. несов. (сын. чесаться)
кĕçĕт, сăрăлтат; кожа зудит от комариных укусов ӳт-тир вăрăм тунасем çыртнипе сăрăлтатать

колба

сущ.жен.
колба (хими сăнавĕсем тумалли вăрăм мăйлă кĕленче савăт)

комар

сущ.муж.
вăрăм туна; малярийный комар сив чир вăрăм туни

косматый

прил.
çăмламас, лапсăркка; косматая собака вăрăм çăмлă йытă; косматая шапка лапсăркка çĕлĕк

ножка

сущ.жен.
1. ура, тяппа (ачан)
2. ура (сĕтел-пуканăн); туна (кăмпан); белый гриб с толстой ножкой тачка туналлă шурă кăмпа

павлин

сущ.муж.
турткăш (вăрăм хитре хӳреллĕ кайăк)

плеть

сущ.жен.
1. (син. кнут) пушă, чăпăркка; пастушья плеть кĕтӳçĕ пушши, вăрăм пушă
2. (син. стебель) авăр, хунав, путранкă; плети хмеля хăмла путранки

продолжительный

прил., продолжительно нареч.
вăрах, вăрăм; продолжительное время вăрах вăхăт

прожить

глаг. сов.
1. (син. пробыть, просуществовать) пурăн, пурăнса ирттер; он прожил долгую жизнь вăл вăрăм ĕмĕр пурăнса ирттернĕ
2. что (син. истратить) тăкакла, салат, пĕтер; прожить все деньги укçана йăлтах салатса пĕтер

ряса

сущ.жен.
ряса (пупсен сарлака вăрăм тумĕ)

стебель

сущ.муж., множ. стебли
кĕпçе, вулă, туна; стебель камыша хăмăш вулли; стебель листа çулçă туни

стрелка

сущ.жен.
1. йĕп (сехетен, приборсен); секундная стрелка часов сехетĕн çеккунт йĕппи
2. туна, кĕпçе, пуша (суханăн); стрелка тюльпана тюльпан чечекĕн туни; лук выбросил стрелки сухан пушана ларнă

тире

сущ.нескл.сред.
тире, вăрăм йĕр (— палли)

тушканчик

сущ.муж.
çĕр мулкачи (вăрăм хӳреллĕ пĕчĕк чĕр чун)

фраза

сущ.жен. (син. высказывание)
пуплев; длинная фраза вăрăм пуплев

фуганок

сущ.муж.
вăрăм сава

халат

сущ.муж.
халат (шалпар, вăрăм тум); больничный халат больница халачĕ; узбеки ходят в ватных халатах узбексем ваткăллă халатпа çӳреççĕ

хобот

сущ.муж.
хобот (слон йышши чĕр чунсен вăрăм сăмси); хобот мамонта мамонт хобочĕ

шаг

сущ.муж., множ. шаги
1. утăм, утас; сделать один шаг пĕр утăм ту; идти широким шагом вăрăм утасласа ут; на каждом шагу кашни утăмрах
2. (ант. бег) утă, утти, утăмлав; утăмлани, утаслани; лошадь идёт шагом лаша утса пырать; прибавить шагу васкарах ут
3. (син. действие, поступок) утăм, ĕç, тăвăм, хăтланăш; неосторожный шаг асăрханмасăр тунă ĕç

шов

сущ.муж., множ. швы
1. çĕвĕ (çĕленĕ вырăн); машинный шов машинăпа тунă çĕвĕ; ручной шов алăпа тунă çĕвĕ
2. çĕвек (суран вырăнĕнче юлни); наложить швы после операции операци хыççăн çĕвек хур, каснă вырăна çĕлесе ларт
3. çĕвĕ, çĕвек (шăратса, чутласа сыпăнтарнă йĕр); сварочный шов шăратса туна çĕвĕ

янтарь

сущ.муж.
янтарь (йывăç сухăрĕ хытса пулнă илемлĕ чул); украшение из янтаря янтарьтен туна капăрлăх

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

ик

(ик', ик); два. См. икĕ; иккĕ. Орау. Вăрăм сăмсаллине кунта эп ик çынна (или: ик çын) пĕлеп. СТИК. Ик ĕмĕр тытаймĕ-ха, унтан та юлĕ, тупăкне илсе кĕреймĕ (два века не проживет). Орау. Ик чӳлмек сĕт исе килчĕ. Нринесла целых два горшка (или две кринки) молока. Завражн. Ку ик ял арман. Эта мельница принадлежит двум деревням. Сборн. † Пĕчĕкçĕ тутăр, хрантсус тутăр — ăна ик сум вуннă (т.-е. шестьдесят кол. на серебро) кам памĕ? Сред. Юм. Ик чон полсан, пĕрне сана парăтăм, тесе, пит юратнине пĕлтерсе калани. Сред. Юм. Ик послăх ӳстереть. Иккĕ алланнă (=авланнă) çынна: ик послăх ача ӳстерет, теççĕ: (два выводка ребят ростит). 1b. Ик май та кастарать (говорят про человека изменчивого; с одним он говорит так, а с другим по другому). 1b. Ик айкки те тăвайкки. Маншĕн полсан, ик айкки те тăвайкки. Для меня все равно. Орау. Ик эрнериача; ребенок двух недель от рождения. Шурăм-п. Ик-виçшер лаша, по две, по три лошади.

сак урати

(-δиы), брусья нар. Шорк. Сак орати, перекладина под нарами, которая лежит поперек избы на полу. Альш. † Хура хĕрпе выля-выля сак урати çĕмĕртĕм. Ib. Ман ура вăрăм, сак урати кĕске (Тура-хуп). См. сак ырати.

сар

стлать, постилать, расстилать, настилать. N. † Туя килнĕ ал кӳме, вунă кӳмми хуçмалла; туя илем шеп кӳртме таш вырăнне сармалла. N. Унтан тупăк тĕпне йĕтĕн е милĕк сараççĕ. Н. Тим. † Тăваткăл та кĕççе — шур кĕççе, сармасăр юличчен сарса юл. N. † Урамăр вăрăм пулас пулсан, шап-шарă манитпе сарса тухăттăм. || Разложить. N. Пĕрре эпир ашăм аштарма сартăмăр. N. Вĕсем пахчари çулсене хăйăр сарса тухрĕç. СТИК. Пусана, йĕтĕне шыва хутас вырăнне курăк çине сараççĕ. || Намазать, размазать (кушанье по тарелке). Перев. Пăтă пĕçерсе турилке тĕпне сарнă (лисица). Альш. † Пуçса çиме çу чипер, сарса çиме пыл чипер. ЧС. Кам та пулсан, хăра курайманĕскер, витĕре кĕрсе, лашăра çăкăр çине сарса эмел панă пулĕ. || Расплющить. КС. Тимĕре çапса сар. || Рассучивать (тесто). Изамб. Т. Чустана йĕтĕрпе сараççĕ те, ун çине пелĕш ăшне тултараççĕ. НТЧ. Хăй вут пуличчен пашалусем, юсмансем сарса хатĕрлет. || N. Ăссăр çын кулнă чухне сассине сарса ярать. || Расширять, раздувать. ЧС. Ĕнер сурăхсем хырăмне сарса кăна килчĕç (пришли сытыми из стада), паян та çитерме ярас (в поле). Кан. Капăрланса тăнă лашасем сăмси шăтăкĕсене сарса пăрахса, пĕрĕхтерчĕç кĕрхи çул тăрăх. || В перен. зн. Çутт. 65. Чуна сарни çеç унта! Альш. † Сарлăк çинче сар кайăк, сарса ларни мĕн илем? || Распускать (листья). Эльбарус. Ак ĕнтĕ кайран-кайран йывăçсем те çӳлчĕ сарса ӳсме пуçларĕç. || Распространять, распускать слух. Сĕт-к. Ыр ят сарса çӳрет. Ст. Чек. Чап сарса çӳрет. Распускает худую славу о ком-либо.

сарăл

(сары̆л), расширяться (в стороны), увеличиваться в обьеме. N. Ăшăпа пур япала та сарăлать. Хорачка. Сарăлса каять. Расширяется. || Разбухать, размокнуть. N. Алăк йĕпенсе сарăлнă — хупăнмасть. N. Йăвăç йĕпенсен сарăлать. || Расстилаться, распуститься. Пазух. Хăрантсуски тутăр, шурă çӳçе, сарăлайса ӳкрĕ шыв çине. || Разливаться. Аттик. Юр ирĕлнипе çырмасене шыв тулса сарăлса каять. N. Ванданкă таçта çитех сарăлса кайрĕ. || Расходиться. Кан. Сĕт тăмламĕ сарăлса каймасăр, çĕр пек, тĕпне анса ларать. || Распускаться (о листьях, цветах). N. † Уй варĕнчи олмаççи, çӳлчи сарлать, уй толать, уй илемне вăл кӳрет. С. Дун. † Хурăн çулçи сарă çулçă, сарăлчĕ-ӳкрĕ шыв çине. Толст. Пăртак тăрсан, улма йывăççисем чечеке ларчĕç, анчах чечекĕсем пурте сарăлнă-сарăлманах тăкăнчĕç. N. Акнă япаласем пĕр-икĕ эрнерен ӳссе сарăла пуçларĕç. N. Пахчара çамрăк йывăçсем те аван сарăлса кайнă. || Светить полным светом (о солнце). Никит. Хĕвел тухса сарăлсан... ТХКА 72. Хĕвел тухса сарăлчĕ, ăшăта пуçларĕ. КАХ. Ир хĕвел тухса сарăлсан... Ала 21. Хĕвел тухса сарăлсассăн, хайхи улпут Иван патне карап курма пырать. || Расходиться (о воротных столбах). N. Хапха юписем сарăлса кайнă. || Разьезжаться (о ногах). Орау. Ура сарăлса каять. || Раздуваться, объедаться, наслаждаться. Н. Лебеж. † Çиччĕр, çиччĕр — сарăлччăр, хырăмĕсем çурăлччăр. N. Чĕресси-чĕресси çĕр-çырли, çисе сарăлса (поесть досыта) пулмарĕ. Орау. Чей ĕçсе сарăлтăм пĕтĕмпех (хорошо распарился). КС. Апат çисан, хырăм латах сарăлса карĕ. ТХКА 55. Эсĕр халĕ сивĕре ăшă пӳртре ăшăнса, сарăлса ларас, эпĕр, уялли çынсем, шăнса вилес-и вара? N. † Сарă-кайăк сарăлни олăх выти ( = ути) çоличчен. || Распластаться, расплющиться. Баран. 56. Казаксенĕн ырă учĕсем, сарăлса (распластавшись), çӳлелле çĕкленсе, çĕлен пĕк тăсăлса çырма урлă вĕлт тăваççĕ. Якейк. Пĕре анчах чышкăпа сăмсаран çапрăм, патнех сарăлса анчĕ (или: сарăлса та анчĕ. Распластавшись, упал без чувств). || Широко раскинуться; широко расположиться, занимая большое место. Ск. и пред. 38. Сарăлса ларать (раскидисто) пĕр ватă юман. Ib. 53. Пысăк сĕтĕл умĕнче тăрать Петĕр сарăлса. Баран. 91. Кетĕвĕ-кĕтĕвĕпе выльăх-чĕрлĕх сарăлса çӳрет. Пазух. Тарăн-тарăн çырмара та хурĕ ларать сарăлса. Собр. † Вăрăм чăрăш тăрринче чăпар куксем авăтаççĕ: хамăр тăвансем килнĕ чухне сарла-сарла авăтаççĕ, çичĕ ютсем килнĕ чухне тĕршĕне-тĕршĕне авăтаççĕ. || Упариться (о каше), распариваться (о посуде). Юрк. Пăттисем хуран тĕпне ан лартăр, аван сарăлтăр, тесе, калекпе ялан пăтратах тăраççĕ. Трхбл. Йывăç савăт-сапа, вĕрилесен, сарăлать. || Быть в довольстве. Хурамал. Эпир çырă, эсир сарă, тăвансем, пурăнаяр пăртак сар улма пек сарăлса. О пьяницах. Ырă курса сарăлса пурăнатпăр (в довольстве). Аку 202. Пуян, юрăхсăр ĕçсем туса, сарăлса пурăннă. N. Сарăлса пурăнма юратаканни чĕрĕлех вилнĕ вăл. Юрк. Тăшмансене сарăлма ирĕк памăпăр. Баран. 18. Тинех вара ирĕк çĕрте пурăнăпăр сарăлса. N. Ĕмĕр иртнĕ пик туйнать, пĕр сарăлса пурăнмасăрах. || Развиваться физически. N. Ӳссе сарăлса çитнĕ. Доразвился физически. || Распространяться (о молве и пр.). Изамб. Т. Хыпар сарăлнă. Распространилась молва. М. Тув. † Манăн варли чиперри вулăстипе сарăлнă. Скотолеч. 17. Кăрчанкă сарăлса кайнă (по телу). || Переноситься, расплываться. Ерк. 14. Çавăн çулла туй пулать. Чĕкеçĕн шӳхăшĕ çакăнта сарăлать, вĕри юнлă чĕри çак сывлăшпа сывлать.

сарай

сарай, надворные постройки. См. саяр. Сред. Юм. Сарай (или: лôпас), сарай. Якейк. † Сарай виттĕр çôл турăм; эп сарайшăн тумарăм, сарă хĕршĕн, ай, турăм. Яргуньк. Сарайсем тăвас, соорудить двойные постройки. Ала 103. † Пирĕн пичийĕн вăрăм сарай, вăрăм сарай хĕррипе сала-кайăк йăви пит нумай. Вомбу-к. Сарай — витсе тунă, юпасемпе лартса тунă; вутă, олăм чикеççĕ çӳле; аялла вот та хонă, орапи те ларать, вот шаршанĕ те пор. N. Ăна малтан сарайне, е сивĕ пӳрте, пуçне çӳлерех туса, выртарас пулать. ЧС. Кашни сарай çинчех пĕрер çын тăрать (во время пожара). Регули 39. Сарайран пор вырăн çăвăрмалли. Ib. 30. Сарайра çăвăрмалла. Ib. 48. Сарайĕнче вырăн çăвăрмаллине топса поли. || Назв. города в загадке. Собр. Ашшĕ атă тăхăначчен, ывăлĕ Сарая çитĕ. (Тĕтĕмпе сĕрĕм). См. сарату.

сарай кашти

(-τиы), слеги, которые кладутся на стропилы. ЙФН. Сарай тулли сарă хĕр... (Сарай кашти). Абыз. † Хура вăрăм хĕрсене сарай кашти тăвас, тиç. Тораево. † Сарă лутра хĕрсене сарай кашти тăвас, тетчĕ.

сарă

(сары̆) или сар, желтый. Якейк. † Ыраш вырсан, уй сарă. В. С. Разум. КЧП. Сарă чĕресе тултарма çырла нумай кирлĕ. Ib. † Сарă-сарă чечекĕ, ма сарлакарах пулман-ши? Ядр. † Сăра курки — сарă курка. Тим. † Сарă çăмарта эпĕ хире кустартăм варрисене сарă витнĕрен. Пазух. Карăш килет каршлатса, сар ыраша юратать. Ib. Сĕтел çинчи сарă сăри, тинĕс енчи эрех лапах (точь-в-точь). N. † Шăшки вăрăм, мăйри сарă, татас килет мăйрине. Н. Лебеж. Тепĕр енне сарă саккускă тултартăм. Турх. Сарă-сарă çуртасем ялкăшаç. (Сарă-сарă — впечатление от множества желтых, бросающихся в глаза предметов). Альш. † Сарă çурта пек пĕвĕме эп ӳстертĕм, атте-анне умĕнче пурнас пек. ЧП. Сарă сĕлĕ сапсан та чарăнас çук. Ск. и пред. 26. Сарă пысăк кĕлетрен пĕркенчĕкпе хĕр тухрĕ. Янтик. † Икĕ ача, сарă ура, саркаланса ут çулать. Ib. † Сарă хумăш касса хӳш (= хушă) турăм савнă сар ачапа выляма. Ск. и пред. 67. Сарă хапха килсерен чĕнтĕрленĕ тăрăлă. Чув. пр. о пог. 63. Уйăх сарă, купчеме пулсан, уйăх пĕтечченех хутран-ситрен йĕпе пулкалах тăрат. Если месяц желтый, светлый, то весь месяц будет стоять сырая погода. || Эпитет солнца. Б. Яныши. Кăнтăрла çӳлтен сарă хитре хĕвел хĕртсе пăха поçлать. || Эпитет весны. Б. Яныши. Хаяр сивĕ хĕлле хыççăн хитре, ăшă, сарă çор килет. || Русый; красивый. Микушк. Сап-сар ача — русый, красивый парень, красавец. N. † Сарă-сарă ачисем, сар çӳçĕпе илемлĕ. Сĕт-к. † Атьăр киле, ачасам, сарă вăрăм хĕрсене (варлине) сар ачасам ерчĕç поль. Шел. 31. Сар-кайăк пек сап-сарă пĕр хĕр сиксе тухать те... Никит. Телейлĕ пурăнас тетĕн пулсан, ху сарă çын пулсан, хура хĕре ил, ху хура çын пулсан, сарă хĕре ил. Вотлан. Пасара сар хĕр нумай тухать, сарă кăтри сайрарах. В. Разум. КЧП. † Анне тунă — хĕр тунă (genuit me puellam), ма сарăрах туман-ши? С афф. З-го л. — блондинка. N. † Айта, тантăш, киле кас (= каяс), сана сарри кĕтет поль, мана хори кĕтет поль. Сарри сăмавар лартнă поль, хори хоран çакнă поль, çăмарта пĕçерсе хонă поль. || Масть лошади (саврасый, буланый, соловый). || Назв. растения, папоротник (= шĕшлĕ корăк). В. Олг. || Желтуха (болезнь). Бывают: сарă сарă, желтая желтуха и хура сарă, черная желтуха. ГТТ. N. Ача сарра кайрĕ (= ачана сарă ӳкрĕ). || Яз. имя мужч. МПП.

селен

то же, что селем. Сенчук. † Вăрăм сăрка пит вăрăм селен шăрçа тирнĕрен.

сентел

(сэн'д'эл'), материя красного цвета, кумач. Шибач. Ходар. Вĕт сентел, более тонкий кумач. Абаш. Сентел = хăмач çип пирри, хĕрлĕ. Б. Яныши. † Пасар витĕр тухрăмăр, сентел çинчен куç каймарĕ. Сорм-Вар. † Сакки (лавка там) сентел, терĕçĕ, ларса пăхма юрĕ-ши та? М. Тув. † Сарă вăрăм хĕрсене сентел масмак килĕшет. Атмал-к. † Мĕлĕш хĕрĕ мĕшĕлти, мĕшĕлтетсе тухиччен сентел масмак тумалла. ЧП. Сентел сапак. Слеп. Сентел çоха. Шорк. Сентел (сентел кĕпе), ситец. Коракыш. † Сентел сăнĕ пек, сăнăм пур, Аптул тутар кулли пулч. Макс. Чăв. К. I, 83. Сентел масмак тăватьчĕ. Срв. Сантал.

серепе

(-бэ), силок. Ст. Чек. Шел. 14. Эсĕ йĕтем шăлтарса, серепесем хуртарса, унта тулă саптарса, кăвакарчăнсем тыттарса. ЧП. Путене серепи хутăм. N. Кайăка серепе ларт. Орау. Ăсан серепи, особый силок для тетерева. Сĕт-к. Серепе, сеть для ловли птиц. А. Турх. Серепе, западня. СТИК. Серепепе вĕçен-кайăксем тытаççĕ. Вăл пĕр вăрăм, лаптак патак çумне çипрен е хĕлĕхрен йăлмак-йăлмак туса çыхса хунă япала. К.-Кушки. Серепе — петелки из волосков на дощечке в один ряд (а кăткăс — на доске несколько рядов), насыпают на дощечку конопляное семя. Никит, Иван, тет, Иван, тет, Улюн патне ма каян? Темрен тем пулас, те серепе лартас, хурчăка тĕкне çăлнă пек, çуçна-пуçна çăлĕç.

сывлăш

воздух. О сохр. здор. Таса мар сывлăш (воздух) çинче. N. † Тарăн шыва чăмса кĕрер-и? Сывлăшпа çаврăнса тухар-и? N. † Атьăр тарăн шыва чăмар-и, сывлăшпа çаврăнса тухар-и? Кан. Кĕлне сывлăша вĕçтерсе сапаласа янă. || Дыхание, вздох. Пазух. Вăрăм кăна сывлăш, йăвăр хуйхă ирĕлтерет чĕренĕн çусене. N. Пирĕн улах таврашне асăнсан, сывлăш та тухас çук. N. Пĕрех: ах! темесĕр сывлăш тухмас. N. Сывлăша веç туртса илет. У меня перехватывает дыхание (при беге, при восхождении). Якейк. † Çил-ту çинчи çил-армань çилсĕр-мĕнсĕр авăрать, пирĕн сывлăшпа авăрать. Микушк. † Пирĕн пек мĕскĕн ачасен сывлăшранах паллă (уже по одному вздоху заметно) хуйхăлли. Бюрг. Сывлăша илет, перехватывает дух (спирт). Ал. цв. 10. Тӳрĕ хуçанăн сывлăшĕ чарăнать,— вăл çав чечек умне пырса тăрат. Что сокращ. жизнь. Пирĕн пурăнăç пĕре сывланă пек кĕске. Изамб. Т. Ват çыннăн чупма сывлăшĕ çитмест. Эпĕ хытă чупрăм та, сывлăш пĕтрĕ (запыхался). СТИК. Чупа-чупа чист сывлăшсăр пултăм (совсем запыхался, не могу дышать). ЧС Каçпала вара сывлăшĕ (у больного) кĕскелсе çиттĕрĕ. Ала 93. Выртсассăн-выртсассăн, ачанăн кăшт сывлăшĕ кĕнĕ, тет. N. Кунтан юлсан, тепĕр сывлăш пурăнма пулĕччĕ. || Ветер. Т. IV. 8. Вĕрнĕ сывлăшсем килччĕр. N. Кĕрешсен те, сывлăша çапнă пек анчах кĕрешместĕп. || Дух. N. Эй савнă çыннăмсем! пур тĕрлĕ сывлăша та ан ĕненĕр, сывлăшсене сăнаса пăхăр. Аршюшк. Вара çавăнтах вуниккĕмĕш сехетре сывлăшне кăларса ячĕ (она). Н. Лобеж. Сывлăшĕ пур та, чунĕ çук. Сред. Юм. Эпĕ кашни çĕр сывлăш тухмасăр аптăратăп вит. || N. Сывлăш çынни пурин çинчен те шухăшлама пĕлет.

сыпă

(сыбы̆), стык, сочленение, коленцо, сустав. N. Сыппа лар, образовать сочленение. Цив. † И кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕнĕ кантăр. ЧП. Шемексенĕн хĕрĕсем сыпписерен ăсĕсем. Альш. † Леш кассенĕн каччисем сыпписерен ăсĕсем. Чотай. † Олăх толли олăх кĕпçи, татрăм-пăхрăм — сыппи çок, çирăм-пăхрăм — тути çок. ЧП. Сыпăсăр кĕпçе. VS. Ура сыппи шăмми, щиколотка. || Звено. Янш.-Норв. Ултă хуме сыппине утса çитсе пулмарĕ. || Плаха. N. Пысăк йывăç сыпписем, тĕпĕсем пулнă (были там). || Протяжение. Хора-к. Ĕмĕр сакки сарлака, порăнăç сып(п)и вăрăм. || Часть избы. Собр. Алăкран кĕрет те, сыппа ларат, куçне-пуçне чаркалат. Ау 278. Ах сасăçăм, ырă курас пулсассăн, алăк сыппа илтĕнтĕр. Рак. Тĕпел сыппа çитсен, тĕлĕнтĕм. Тайба. Пире хирĕç тухса илсессĕн, тĕпелĕн сыппинчи çын эпир; хирĕç тухса илмесессĕн, алăкăн сыппинчи çын эпир. (Хĕр сăри). || Завязка, поясок наряда сарă. Такмак. Сарă çукки çĕрĕк çăпата çыхса пырăр. Сыппи пулмасан, çĕрĕк тăла сыпса ярăр. Ст. Ганьк. † Сакăр пире сарă сыппи пилĕке çитми тумарăм. Неверк. Хума хĕррин сарă сыппи çитмен. (Сулă). || Широкая межа, отделяющая один ряд загонов от другого ряда (межа идет по концам загонов); ряд загонов расположенных смежно. Шел. П. 63. Унтан ыраш хушшипе ана сыпписемпе, йăранĕсемпе кайса, пĕр кӳлĕ хĕрне пытăмăр. Ст. Чек. Çак сыпăпа çумăр çуса карĕ (вдоль „сыпă ана“). Ib. Çак сыпăпа кай. Иди по этой меже. Ib. Сыпă имеет ширину 80 саж. (длина загона): пĕр сыпă ана, икĕ пуçĕнче ана сыппи икĕ сыпă хушши сыпă ана пулат (в длину загона). Виçĕ çухрăма икĕ сыпă ана пырат. Пĕр сыпă ана кай та, аслă çула тухăн. Альш. Елшел пĕр-икĕ ана сыппи çулерех кайса тунă хире (кладбище). || Квартал, участок. Юрк. Вуникĕ сыпă хулине утса тухса пулмарĕ. См. след. сл.

сырăн

обуваться. О сохр. здор. Вара сивĕ пулсан, тин лайăхрах тумланса, сырăнса çӳрес пулать. || Надевать, одевать, навертывать. КС. Ала 75. † Хир-хир урлă килтĕмĕр, çинçе сурпан сырнасшăн. Юрк. † Çĕнĕрен пĕтернĕ çĕнĕ сурпан, пар йинкене (жене „пичче“) сырăнма. Б. Олг. Арăм сорпан сырăнат. || Облеплять. КС. Паян урапана пит сырăнать (грязь липнет пластами). Çатра-М. † Тăвайкки çинчи тонкати сарă кăткăсам сырăннă; сара вăрăм хĕрсене сар ачисем сырăннă (облепили). Юрк. † Кĕреке тавра сырăнма хура шăна мар эпир. || Окружать, обступать. N. Вара ăна йĕри-тавра сырăнса илнĕ те, пуçĕнчен çапса çĕре ӳкернĕ. N. Питĕрĕнсе ларнă çуртсем тавра çарĕпе сырăнса ил. Янш.-Норв. Вăт ĕнтĕ киле тавăрăннă чухне ачасем çĕн-çынна çырăнса илеççĕ те: салам пар та салам пар, тесе, кăшкăрса тăраççĕ. Якейк. Мана йăтăсам сырăнса илчĕç, аран-аран пăшалпа хăваласа ятăм. || Приставать. Трхбл. Паян пăвансем лашана пит сырăнаççĕ. N. Тĕтĕм шăршипе ӳпресем, вăрăм-тунасем сырăнмаççĕ. || Прививаться. Пшкрт. Хорт сырăнат йӳç çомня. Якейк. Пыл хорчсем çăка çине сырăнса илнĕ.

сырлан

назв. растения, galium aparine, подмаренник цепкий (лепчица). Башк., Рак. Собр. Йĕтĕн пулнă (уродился) сырланлă. N. Сырлан — тумтир çумне пит çыпçăнать. Хорачка. Сырлан çын çомне çыпăçат. || Нюш-к. Сырлан, galium mollugi (возможно, спутано с asperula tinctoria), корень идет на красную краску для ниток. Катмакпа кăлараççĕ тымарне, очень меленькие листочки и цветы. || Баран. 115. Чи хӳтĕ çĕрсенче, кĕçе сарса хунă пек, пĕтĕм шыва шыв сырланĕ хупланă (в пруду). Ст. Чек. Вăрман сырланĕ, назв. растения. Пшкрт. Сырлан — шура, вăрăм, çӳхескер (трава).

сысна курăкĕ

(-гэ̆), назв. растения, polygonum aviculare. Ст. Чек. Сысна курăкĕ = çул курăкĕ (преобладает на деревенских улицах; также растет по заброшенным колеям дорог). Якейк. Сысна корĕк, potentilla anserina. N. Сысна корăк, назв. растения темнозеленого цвета, с маленькими листьями (стебли длинные и извилистые). Чертаг. Сысна кôрăк(к’), мята. Шибач. Сысна корăк(к’), листья круглые, растет на улице; то же, что çол корăкĕ? N. Сысна курăкĕ, подорожннк. Башк. Сысна курăк, подорожник. Питушк. Сысна курăкĕ (стебель тонкнй, растет на дороге). Алик. р. Сысна курăкĕ, „одуванчик“. СТИК. Сысна курĕк — шыв хĕрринче ӳсет. Вăл чĕлĕкек-курĕк пекех пит нумай пулат. Çĕр палăрми, анчах унăн çулçисем вăрăм, тата картлă-картлă, См. чĕпĕ-курăкĕ.

сивĕ

сив, холодный. Якейк. † Çак коккăрта çил сивĕ, çил сивĕ мар — хĕр сивĕ, чон йоратнă хĕр сивĕ. Истор, çӳлелле хăпарна çемĕн сивĕрен сивĕ пулса пынă. Орау. Эсĕр пӳртĕре сивĕ те сивĕ тетĕр, сив пĕрене кĕнĕ пулĕ пӳртĕре пуранă чухне. Çав сив пĕрене пӳрт пурине кĕрсен, пӳрт тем чул хутсан та ăшăнмаст. Вăл пĕрене тахçанччен тăрсан ытти пĕренесем пек çĕрмест, тет. Мусир. † Çӳлти пĕлĕт — шур пĕлĕт, сивви малтан килейчĕ. Якейк. Эп чее сивĕ ĕçме йорататăп. N. Кунта ытла сивĕ мар, ытла ăшă мар — вăхăтлă. Алдиар. Сиввине лаша уйăхĕ, ăшшине ĕне уйăхĕ, теççĕ. || Холодно. СПВВ. Сурса сурчăк ӳкми сивĕ. О сохр. здор. Ăна пĕрре пит сивĕ пулать те, хыçĕнчен вара вăл пит хытă вĕриленсе каять (жар и ожоб). Анат-Кушар. Çанталăк ытла та пĕр пекех сивĕ тăрать. Все стоят морозы. К.-Кушки. Тулта паян сивĕ мар-ши? Ib. Эпĕ чӳрече уçрăм та, сана сивĕ пулмĕ-ши (не будет холодно)? N. Çак уйăх пуш(ш)ех сивĕ тăра пуçларĕ. || Мрачный, сердитый. Ашшĕ-амăшне. Кĕркури пит сивĕ çӳренĕ, сасси унăн çилĕлĕ янăрса çеç тăнă. Юрк. Кай эсĕ, сивĕ япала, кай. Ст. Чек. Сивĕ куççăн пăхат = çиленсе пăхат. Ib. Сивĕ куççăн (пăхса) çӳрет (когда сердит). М. Васильев № З, 58. Шуйтан онтах откалать, онтан татмас сив куçне. Янтик. † Хĕрсем ӳссе çитнĕ чух сив куçăрпа ан пăхăр: хĕр куçăхать, тиеççĕ. N. Он пак сивĕ çын эп нихçан та корман. Вăл итла сивĕ çын уш (суровый). Он çине пăхсан хăрамалла. (Таков был Иван Грозный). || Нечто холодящее. Янбулат. † Йĕтĕн тотăр поç сивви, çак ен хĕрсем чон сивви. || Холод, мороз. Чем люди живы. Симун çĕтĕк картусне хывса лешне тăхăнтарасшăн пулнă, анчах хăй пуçне сивĕ çапнă. Кожар. Вăл киле çитсен, арăмĕ каларĕ: ачасене сивĕ çĕрте (в холодном месте) вĕлересси, кайса пос-килтен лаша топ та, вăрмантан çатрака тортарса кил те, вот хотса ăшă çĕрте вилĕпĕр. N. Сивĕ çапнипе чирленĕ. В. Олг. Ăшăпа сивĕ талашни (в сретенье). Орау. Сивĕсем пайтах пулкаларĕç кăçал. Шумш. Сиввине-ăшшине корнă çын, человек, видавший всякие виды. Янтик. Сивĕ çĕртен кĕрсенех ун патне ан пыр (не подходи к нему с холоду). Чăв. й. пур. 31°. Йĕпере-сапара та, сурса сурчăк ӳкми сивĕре те. N. Сивĕ, холод, мороз. О сохр. здор. Сивĕ çĕре тух (на холод). Регули 1060. Сивĕрен чĕтĕрет. N. Ăшă салатать, сивĕ пуçтарать, теççĕ. Изамб. Т. Лаша сыхлама хăварнă ачана сивĕ вите пуçланă (стал зябнуть). Анат-Кушар. Сивĕ пĕр улшăнмасăрах тăрать. Стоят непрерывные (бессменные) морозы. N. Пĕтĕм ăша витрĕ сивĕ. Орау. Юр айĕнче ăшне сивĕ витичченех выртнă. Кан. Сивĕсем татах пăртак пулĕç-ха. N. Сана сивĕ çапмаст-и? || Неприветливый. N. Хамăрах та кунта та, савни таçта, сивĕ сăмахсем çӳрет те хушăмăрта. ТХКА. Хĕрĕх те пĕр çул пурăнса та, пĕр сивĕ сăмах каламан эпĕ хам карчăка. Пазух. Хăвăнтан сивĕ сăмах илтмесен, çичĕ ют сăмахĕпе ан сивĕн. Кан. Вырăссем пире нимле сивĕ сăмах та каламаççĕ. Н Седяк. Сивĕ яшка сивĕтмест, сивĕ сăмах сивĕтет. (Послов.). || Лихорадка. Собр. Сивве (дихорадку) вĕсем: пĕчĕк ача пулса çӳрет, теççĕ. Унăн çӳçĕ вăрăм та, хăй лутра, теççĕ. Çав сивĕрен (лихорадки) пытансан, вăл тытмаст, тет. Тата, тунката çине шăтнă пилеш витĕр тухсан, пăрахат, теççĕ. Унтан тата, эрех ĕçсен, пăрахат, теççĕ; эрех ĕçсен, вăл ӳсĕрĕлсе нихăçан та пымаст, тет, вара.

сик

(сик, Пшкрт: свк), прыгать. N. † Урамăр вăрăм утмашкăн, хӳмĕр çӳлĕ сикмешкĕн. Сызр. † Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчен çĕнĕ урата хурайĕç. Ст.Чек. Тек сиксе çӳретчĕ-ха, халь сапăрланнă. Все хвастался, а теперь, небось, присмирел. Якейк. † Сик, сик (пляши) хора лаша, пире ыр çын хĕр памаçт. Ск. и пред. 76. Маттур пуса-каччисем вăйран тухса сикеççĕ. N. Тăвар сикет. Соль лопается на огне. N. Хам шăнса кайнă та (озябла), сиксе чĕтретĕп. N. Шăнса сиксе чĕтреççĕ. Беседа. Алли-урисем те сиксе чĕтреççĕ. Пазух. Çакă туйăн варринче, хитре хĕрсем хушшинче, сиксе юрлать туй ачи. N. † Эпир сиксе çупнă чух силленеттĕр маччисем. АПП. Карта сикен лаши пур. ТММ. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вутă татни). Ау 29°. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вăл та пулин пуртă). N. Коçсăр алтан сиксе авăтĕ. (Портă). Орау. Мур йытти, сиксех вĕрет! Юрк. † Куку сиксе авăтат йĕлме йывăçĕ тăрринче. Ала 73. † Куккук сиксе авăтат, йĕлме йывăç янăрать. || Двинуться с места. К.-Кушки. Ау 18°. Тухтăрсем каларĕç, тет: санăн хăраса чĕрӳ вырăнтан сикнĕ, терĕç, тет. Курм. Хам патарах сик (подвинься). N. Тарçи, кансĕрлес мар тесе, тек сиксе пырать (продолжает пересаживаться), тет; хуçи саваласа пырать, тет. Ашшĕ-амăшне. Вăл çапла пĕр сикмесĕр ларнă. Истор. Пĕр сăмах каласах темĕн тĕрлĕ вăйлă кайăксене вырăнтан сикейми тунă. N. Эп сикмерĕм. Я не подвинулся. || Вывихнуться. Изамб. Т. Ман алă сикрĕ. Трхбл. Хĕне-хĕне ал сыпписем сиксе пĕтрĕç. Бил до того, что все руки отбил. Якейк. Тăпра нумай йăтса ман пилĕк сикрĕ. N. Вăл мана: пĕр-пĕр япалу сикмен-и? тесе ыйтрĕ. Эпĕ ăна: сулахай алă ыратать, терĕм. || Падать. N. Шу сикет, шыв сиксе йохать (водопадик). В разн. говорах: сикекен шу. См. лок-лок, локкит. Лашм. † Пĕлĕт юхат, пĕлĕт юхат, сиксе юхан çурхи шывсем пек. Якейк. Улма йăвăççинчен улми сикмест, теççĕ. (Послов.). || Трещать; издавать треск. Собр. Вилнĕ çын чĕрине касса, пурт кĕтессине чиксессĕн, пӳрткĕтесси сикекен пулать, теççĕ. НАК. Кĕтессине никĕс айне вилнĕ çын чĕрнине хурсассăн, çав кĕтес сикекен (шартлакан) пулать, теççĕ. Çавăнпа чăвашсем пӳрт туртнă çĕре пули-пулми çынпа ача-пăчасене ярсах каймаççĕ. || Трескаться. Альш. † Самартан илнĕ сарă арча, çиччĕ тапрăм — сикмерĕ (не треснул). N. Шăнса çитнĕ çĕр сикет. || Взорваться. В. Олг. Вот тиертсе тохнă, час сиксе тохса каймас. || Быть пропущенным. N. Пĕр сăмах сиксе юлнипе, пĕтĕмпех çĕнĕрен çырмалла пулчĕ. Из-за пропуска одного слова, пришлось вновь все переписывать. || Проходить. ЧП. Аслă вăрманта ырă йывăç, çын курмасăр кун сикмест. N. † Куç-çул тухманни кун сикмест. || Стрелять, дать выстрел. Пшкрт: тэ̆ллӓзӓ удас тӓрэ̆м т̚ӓ, маны̆н пы̆жал секмӓрэ̆, тол’кы̆ листон’ы̆ анџак пы̆т-чат! тӓрэ̆. || Заражать, переноситься, переходить. О сохр. здор. Пĕринчен тепĕрне сиксе ерекен чирсем (заразные болезни). Рук. Календ. Прокоп. Чирсем нумайĕшĕ пĕр çынтан тепĕр çынна сикеççĕ. СВТ. Шатра чирĕ çынтан çынна сикет. N. Усал пурăнăç пĕр çынтан тепĕр çынна час сикет. Баран. 46. Ăна вăл хул-пуççинчен сăхнăччĕ, Ехрим старик илсе пыраччен шыççи (опухоль) хулĕнчен мăйне, кăкăрне сикрĕ. || Гнаться, бросаться. Альш. † Каччă тарăх сикмешкĕн çĕнĕ кас хĕрĕ мар эпир. Алик. Кушак, патша çуртне кĕрсен, патша хĕрĕ тăрăх сикма тапратнă. Сунчел. † Ял-ялĕнчи хĕрĕсем, ах люль-люль, хĕрĕсем, качча хирĕç сикетч-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетчĕ-çке. N. † Ял-ялăнчи хĕрсем, ах лӳл-лӳл, хĕрсем, каччи хирĕç сикет-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетĕ-çке. || Итти в случку. Кан. Ĕнесем çине сикмест. || Плескаться (о крупной рыбе в воде). N. Эпĕр Атăл хĕрне пырса тăрсан, пĕр пулă хытă сикрĕ те, эпир шотсăр хытă хăрарăмăр. || Биться усиленно (о сердце). Б. Яныши. Çав Иван Павлăвăн ернипех чĕри сиксе çӳрерĕ, тет. || В перен. знач. Якейк. Ача сиксе макăрать. Плачет громко и продолжительно. Микушк. † Урама тăрăхла шурă пӳртре сарă сăмавар сиксе вĕре-çке (кипит сильно). Чеб. † Сиксе вĕрет çамрăк чун, тăвана курсан чарăнмĕ-ши (не успокоится ли при свидании с родным)? Пазух. Сăмаварсем сиксе те, ай, вĕреççĕ, чейниксене лартсан, чар(ă)наççĕ. Цив. Хĕрарăмсем пӳртре сиксе хĕрсе пир тĕртеççĕ (ткут во всю).

симен-кун

симен кунĕ, назв. праздника (1 сентября по ст. ст.). Изамб. Т. Бур. † Тимĕр тукун урапа Симен-кунччен анчах вăл. Сред. Юм. Симен-конĕ иртсен ыраш акмаççĕ; ыраша Симен-конĕ иртсен аксассăн, начар полать, тет. (Народн. поверье). Ib. Симен-конĕ шыв ĕçмесен, хĕлле сивве шăнмас, тет. (То же). Ib. Симен-конĕ иртсен, çăл шывĕ ăшăнать, йохса кӳленсе тăракан шывсĕм, тар(а)сари шывсĕм сивĕнеççĕ, тет. Календ. 1903. Ĕнисем çăварнире пăрулаççĕ те, Симĕн-кунĕнче сума пăрахаççĕ. СТИК. Симен-кунче шыва пĕр татăк пăр ярат, тет. (Означает начало осени, холод). Нюш-к. Симен-кун иртсен аслати авăтсан, кĕр вăрăм килет, тет.

су

нос? Клюв? Не опечатка? Кн. для чт. 116. Хăвăн вăрăм суна мăй таран ман çăвара чиксе янă чух сан ухмах пуçна çыртса татса илменни сахал пулчĕ-и мĕн-ха сана?

сурат

копна снопов продолговатой четыреугольной кладки; зарод. Так кладутся на поле обычно снопы яровых хлебов. Изамб. Т. МПП. Сурат — продолговатая копна снопов (100—300 шт.). Сред. Юм. Çортырри кĕлтине, çăмăр ан йĕпеттĕр тесе, вăрăм сôрат тăваççĕ. Сôрата кĕлте пуçĕсĕне пĕр-пĕрин çине ăхтарса хорса тăваççĕ. Изамб. Т. Тулă вуник сурат ларкалат (иногда бывает). Т. VI. Хайхисем иккĕшĕ вырса сурат турĕç, тет те, килне тавăрăнчĕç, тет. N. † Айтăр, хĕрсем, хирелле, хирелле те сурат çук; ан мухтанăр, йĕкĕтсем, çĕр сум укçăр çумăрта çук. Собр. Хирте сурат тусан, сивле каят, теççĕ. (Поверье). Н. Седяк. (Кĕлтене) урапа çине тиенĕ пек купаласан, сурат теççĕ. Ст. Шаймурз. † Хĕрсем тул выраççĕ, суратне матур хураççĕ. Ib. † Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать, арăмсем сурат тăваççĕ. См. сурак, сăрап.

суха йăранĕ

борозда. N. Хирте вăрăм вырăс выртат (Суха йăранĕ).

сӳслен

мочалиться. Выçăхакансем 19. Ку кĕлте çинче ĕлĕкех те нумай çын çывăрнă, курнать, пĕтĕмпех сӳсленсе пĕтнĕ. КС. Хĕлĕхсем, вăрăм чĕрнеллĕ пӳрнесемпе каласан, сӳсленеççĕ. Ib. Урапа тукунĕ, шынасăр çӳресен, сӳсленет (измочаливается). Якейк. Патак пуçĕ сӳсленчĕ. Орау. Пушалу сӳсленсе кайнă. || Переносно — выбиться из сил. Шурăм-п. Хăш чухне юлни патака час картана кĕртеймесĕр йăлт сӳсленет. Сам. 76. Унăн хытнă шăмшакĕ пĕтĕмпелех сӳсленчĕ. Икково. Сӳсленсе ларать = çăвăрасшăн ĕнтĕркесе ларать. Букв. 1904. Анне вара: кайса супса, сӳсленсе çӳрех эппин (ну ступай, треплись), терĕ. Сред. Юм. Паян ĕçлетăркачă чысти сӳслентĕм (выбился из сил).

сăкман

(сы̆кман), кафтан. ТХКА № 49. Шăллăмпа иксĕмĕр часрах ура сыртăмăр, сăкман тăхăнтăмăр. Ib. 63. Тепĕр читлĕхĕнче, сăкман çанни пек, пысăк, вăрăм çĕленсем авкаланса выртаççĕ çав. В. Олг. Сăкман, сăхман, кафтан. СТИК. Сăкмана алăпа кăшăр-кăшăр сĕркелерĕм (трение рукой по кафтану, также и вообще по мягкому месту). ТММ. Ăçта каян кăвак сăкман? — Ан чĕн мана, мăн çăвар! (Хура пӳрт алăкĕнчен тĕтĕм тухни). Сред. Юм. Сар сăкман, кафтан желтого цвета, который прежде надевали по праздникам, но теперь их совсем не шьют.

сăлăп

(сы̆лы̆п, сŏлŏп), запор, засов. А. Турх. МПП. Сăлăп, деревянный или железный прут, который проходит через деревянные или железные скобы, вбитые горизонтально в косяки двери и запирающие дверь. Н. Седяк. Сăлăп — хапха питĕрекен вăрăм патак; урлă питĕреççĕ. СПВВ. НН. Сăлăп — вите алăкне урлă хурса питĕрекен йăвăç. ЩС. Сăлăп, задвижной запор у двери конюшни и у ворот. Ib. Хапхана сăлăп хыв-ха. СПВВ. ВА. Сăлăп (сулăп); вите алăк сăлăпĕ (сăлăп ярас). Никит. Сăлăпа катерсе пăрахрĕ. Изамб. Т. Сăлăппалан шалтан кĕлете питĕреççĕ, унăн пĕр пуçне пĕр-пĕр япала çумне тĕрентереççĕ, тепĕр пуçне алăк çумне тĕрентереççĕ, уçнă чухне кантăрапала алăка тĕренĕ пуçне çулелле çĕклеççĕ тĕ, алăк вара уçăлат. Тюрл. Сăлăп, запорка, напр., у конюшни. См. чикмек.

Сăлтиккав

(сы̆лδиыккав), имя мужч. || Орау. Унăн ывăлĕ Хветут пĕтĕм пурăнăçне кĕтӳ пăхса ирттернĕрен кайран вăрăм пушă тыткалакан çынна сăлтиккав тетчĕ.

сăмах

(сы̆мах, сŏмах), слово. Байгул. Пурне те пĕр сăмах хăвармасăрах вулаттăм. Букв. Пĕлмен — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. Ib. Ут вĕçерĕнет — тыттарать, сăмах вĕçерĕнет — тыттармасть. Ib. Пысăк сăмах каличчен, пысăк чĕлĕ çăкăр тыт. Дик. леб. 43, Чĕлхӳ çинчен ĕçĕрĕннĕ чи малтанхи сăмахăвах пиччӳсен чĕрине хĕç пек витĕр касса тухĕ. Г. А. Отрыв. Тĕплĕнех ыйтса, сăмахран сăмахах (слово за словом) çырса пытăм. Регули 1094. Вăл сăмахсам çине пит çиленчĕ вăл. N. Кунти сăмаха çырма юрамасть. СТИК. Вăл сăмаха пĕр шухăшламасăр персе ярат (необдуманно, опреметчиво говорит). Ib. Сăмаха çăтать. Проглатывает слова. Сред. Юм. Сăмаха тӳр перет: 1) нераспространяется в разговоре, а говорит лаконически; 2) не разборчивый в словах: что придет в голову, то и скажет. КС. Сăмахпа кас, резать на словах. С. Айб. † Эпир тăванпа тăван калаçнă чух сăмах сайран сахăр тути пур. N. Куллен пĕр сăмах вĕренеттĕр калаçма (ребенок). Альш. Вăл кирек епле сăмахăн та майне тупат (знает, куда отнести слово). Ib. Сăмах илемне кӳрет. Красноречиво говорит. Ib. Каланă сăмахне суяна хăвармас. Он исполняет сказанное. N. Çак сăмахсемпе сыв пула тăрăр. (Из письма). Якейк. Сăмах куçа кĕмеçт, тĕтĕм куçа кĕрет. Ст. Чек. Сăмахран тухнă, унтан-кунтан мар. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрĕ пурне вĕçне тăрса юлчĕ, чун савнипе пуплесси виç сăмах вĕçне тăрса юлчĕ. Ачач 510. Сăмах чĕлхе вĕçнех тухса тăнăччĕ. Çук. Пулаймарĕ вĕт. N. Çĕнĕ сăмахсем, неологизмы; ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсем, варваризмы. Кивелсе, тухса ӳкнĕ сăмахсем, архаизмы. N. Сăмах вĕçĕнчен (в конце концов) çапла калар N. Вырăс сăмахĕллĕ халап. N. Мĕн сăмаха килет? Что значит, как сказать по-другому? N. Хлеб тенĕ сăмах чăвашла мĕн сăмаха килет? Истор. Вĕсене сăмах уçса калама та паман (не давали вымолвить слово). N. Анчах ĕлĕк чăвашсем шкулĕсем çинчен сăмах та уçтарасшăн пулман (не давали раскрыть рта). Ачач 104. Курсассăн, пĕр сăмах та уçмĕ-ши мана? || Разговор, беседа. Чăв. й. пур. З2. Хăй калаçма, сăмаха пит ăста пулнă (говорить был мастер). N. Сăмахра хăйне йăваш тытатьчĕ. В разговоре был смирен. N. Вăл çын сăмахăн вĕçне-хĕрне пĕлмес (говорит необдуманно, не думая о последствиях). Орау. Кайăр, кайăр часрах, кунта пирĕн сăмах пĕтмĕ (здесь всего не переговорить, конца не будет). Шибач. Сăмах çавăрма пĕлимаçт. Ib. Сăмах çавăрса поплимаçт. Сред. Юм. Сăмаха пит ваклать, говорит много, со всеми подробностями. Ib. Сăмаха сĕрет анчах. Разговаривает бестолково. Ib. Сăмаха тытмастăн (каламалла мар сăмаха та çынна калакана калаççĕ). N. Сăмаха тытмас, пробалтывается. Ст. Чек. Сăмаха тытса пăхса калаç. Говори осторожно. Ib. Пирвай чăваш сăмах пуçламăшĕ — сывлăх çинчен пĕлет: сыв-и, аван-и? Якейк. Эп сăмах ваклакан çын-и-ке, сăмах ваклакан-çын сана тем те топса парĕ. ТХКА 25. Майпе, сăмах çаврăннă майĕпе кăна, мĕншĕн мана ятланине каласа памашкан шутлатăп эпĕ. Ск. и пред. чув. 60. Пăртак ларсассăн, сăмах майĕпе Янтрак мухмăр уçма эрех ыйтрĕ. N. Çавăн урлă сăмах майĕпе эсĕ çта, епле, мĕн ĕçлесе пурăннине ытса пĕлтĕм... N. Çынсем калаçнă чух, вĕсен сăмахне пӳлмен-и? Хора-к. Пирн арăм вониккĕ, воник çĕрĕн олахра, яшă ача хошшинче, пăшă-пăшă сăмахра. Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Расск. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. КС. Сăмах çине килтĕн. Легок на помине. Сред. Юм. Тин сана тапратнăччĕ-ха, сăмах çинех пôлтăн. Яргуньк. Кам ман(а) хирĕç сăмах хушать? Кто со мною может поговорить (или: поговорит). Ст. Чек. Каяллах сăмах айне пулчĕ, хайхине парччĕ. Мы опять уклонились от главной темы разговора, дай-ка ту вещь, о которой шла речь. Юрк. Сăмах çукран сăмах туса, хайласа пĕр-пĕр ытти япаласем çинчен тапратса калаçа пуçлаççĕ. Ильм. Чипер пурăнăр, килти сăмаха яла кайса ан калăр, ялти сăмаха киле килсе ан калăр. (Из наставления новобрачным, произносимом родителями жениха). Яргейк. Ялти халап ялтах юлтăр, килти сăмаха яла ан кăлар, теççĕ (различие между словами „халап“ и „сăмах“). Ходите во свете. Акă сăмах çине килнĕ чух калам... N. Каласа хурас терĕм те пĕре (хотел задеть его на словах), сăмах айне пулса карĕ (или: пулчĕ т. е. не успел во время сказать), тепре тапратмарăм. Орау. Темскер каласшăнччĕ эп, сăмах айне пулса карĕ. || Пересуды, сплетня. С. Дув. Кĕтӳ хăван арăмсен мĕншĕн сăмах пĕтмест-ши? N. Лайăх утсем юртат — çулсем юлат, пирĕн савни каят — сăмах юлат. Ск. и пред. 8. Халăх шав-шавĕ пĕр вĕçлĕ, шав-шав сăмахĕ çĕр тĕслĕ. Т. VI. 47. Çын сăмах(ĕ) тăрăх ан кай. (Из моленья). Ала 72. † Ырă пике пек хĕрне сăмах хыççăн çухатрăн. (Плач невесты). Байгл. † Сăмах хыççăн çӳресе пуçăм шыва юхайрĕ. (То же). Ст. Шаймурз. † Тусăм! пире кăçал мĕн пулчĕ, хушăмăрта сăмах вылярĕ. || Слух, молва. N. Мĕн сăмах илтĕнет? Çĕнĕрен халапсам мĕн вулаççĕ? Орау. Вăл сăмах пĕтĕм яла сарăлнă. Распустили слух по всей деревне. || Бранное слово, брань. Якейк. Ялти сăмах пире тивет (нас бранят). Ib. † Пирĕн çони çонатлă, çитмен çĕре çитерет, илтмен сăмаха илттерет. С. Айб. † Тусăм, çын сăмахпе ан сивĕн, хамран сăмах илтсен тин сивĕн. Трхбл. † Çын сăмах(х') хыççăн кайса ан сивĕн, хамран сăмах-сăмах илтсен тин сивĕн. (Сăмах-сăмах — это двойное употребление [повторение] выражает упорное повторение чего-либо. Сăмах — неприветливое, враждебное слово). Изамб. Т. Пирĕн ялсем вĕсене сăмахпа пустараççĕ (аптăратаççĕ). N. Е сăмахĕ айне кĕнĕ пулсан. Пазух. Атăксенĕн хĕрĕсем пирĕн сăмах айĕнче. N. Атте мана савмарĕ, сăмахпала çӳретрĕ, анне мана пит саврĕ, пушмакпала çӳретрĕ. Сунчел. † Ăçта çӳресен те лайăх çӳре, сăмах ан ил, тăван, ху çине. N. Ху çын аллинчен пăхакан пулăн, сăмахсăр татăк çăкăр та çиеймĕн. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах айĕнче пурăнатăп. (Хĕр йĕрри). Ib. † Аттепеле анне хушшинче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. Трхбл. † Çакă атте-анне килĕнче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. (Сăмахсăр ӳстертĕм — япала, т. ыт. те — означает чистоту, свободную от всяких неприятностей; сăмахлă, спорный, а более всего = ылханлă, кĕвĕçлĕ). Собр. † Çичĕ ютран сăмах килсессĕн, пирĕн хута кĕрес çыннăм çук. Сред. Юм. Сăмах айĕнче порнас полать çав. Приходится терпеть брань, ругань. АПП. † Манăн кăмăл пит çемçе, çичĕ ют сăмахне йăтас çук. || Упрек. Бюрганский. Эпир уншăн кӳршĕ-аршăсенчен темĕн чухлĕ сăмах та илтнĕ пуль та, çапах та тытăнмастăпăр (т. е. не принимаемся за чӳк). N. Сăмах тĕкет. Упрекает. Изамб. Т. Халех сан пирки сăмах илтсе вырт. Уже с столь младых лет ты навлекаешь на нас чужие покоры. N. Çын сăмахĕ айĕнчен кăларăп. || Ссора. Ст. Шаймурз. † Эпир савнисемпе пурăннă чух хушăмăртан сăмах тухминччĕ. || Речь. Кан. Сăмахсем тухса каларĕç. Туй. Кашни кĕмессерен мăн-кĕрӳ сăмах калать: вăл йăнăшас пулмаст, йăнăшсан, ăна пырса хăлхаран тăваççĕ. N. Вăл вăрăм сăмах каларĕ. || Уговор. N. Ку ĕç сăмах çинче тĕрĕс тăмалла пултăр, тесе, пригăвăр тăвас тенĕ. N. Унта вĕсем пуху мĕн шухăшланине çырас терĕç. Пуху хăй сăмахĕ çинче тăрать. || Совет, мнение. Юрк. Унăн сăмахне итлесе, хайхисем ачине ашшĕ патне илсе каяççĕ. N. Эсир аму каланă сăмахсене итлĕр. Кив.-Ял. Эсĕ ман сăмаха итле (слушайся). || Пожелание. Якейк. † Ыр (привольно) çияс та, ыр ĕçес, ыр сăмахсăр каяс мар (ятлаçмасăр-тумасăр). || Дело. N. Орăх сăмахпа килтĕм. Я пришел по другому делу. N. Мĕн сăмахпа (по какому делу) килтĕн тата, Симун? — Мĕн сăмаххи паллах. N. Мĕн тăван унпа? тет.— Сăмах пурччĕ, тетĕп. || Обещание. Ерех 21. Сăмаха каллĕ-маллĕ тума юрамасть (надо держаться данного обещания и пр.). || Заклинание, наговор. Магн. М. 154, 155. Ăшăтакан сăмах, приворотное заклинание; сивĕтекен сăмах, отворотное заклинание. || Загадка. Курм. Сăмах яр.

сăн

(сы̆н), внешний вид, облик, лицо, наружность; красивая внешность. Ал. цв. 45. Ун витĕр пăхсан, хĕрĕн сăнĕ ватăлмасть, хитреленсе, çамрăкланса пырать. Якейк. † Майра сăн пек пирн (= пирĕн) варлич, эпĕр тохса кайнă чох пăхса тăрса йолĕ-ши, выртса йăванса йолĕ-ши,? Ib. † Апи тунă сăнăмпа хĕрсем куçне йоримарăм, улпут куçне йорăп-ши. (Солд. п.). Ib. Кăмакая шораттăрç те, сăнĕ кĕч (= кĕчĕ), атту ним манер çокчĕ. ТЬ. Атă тăхăнч (= тăхăнчĕ) те, çын сăнĕ кĕч (= кĕчĕ). Ib. Молча кĕрсе шор кĕпе-йĕм тăхăнч те, çын сăнь кĕч. Ст. Шаймурз. † Сайра вăрман çинче юр тăмаст: шухăшлă чĕрере сăн тăмаст. Собр. Тĕлĕкре эрех ĕçсен, çын сăнĕ каят, теççĕ. Шибач. Сăн кĕрсе кайрĕ. Никитч. Митюк тата çын сăнне яриччен, ураран ӳкиччен, никăçан та ĕçмен. Микушк. Вăл çапах сăна хытарса (скрывая страх) кĕнĕ те, ик алса туль ылтăн тултарса тухнă. Суждение. Сăна ӳкерет (безобразит), куç-пуçа тĕксĕмлетет. (Ĕçкĕ). Макс. Чăв. К. I, 59. Пире мĕн кĕçĕнтен, ай, çын çинĕ, пирĕн сăн ӳкмесĕр, ай, мĕн тутăр? N. Сăн кĕре пуçланă, стал поправляться (лицом). Абаш. † Эпĕр ăшран колянни сăнтан пăхсан палăрмаçт. Капк. Эрех вырăнне краççин ĕçнĕ те, вилет вĕт... Этем сăнĕ те юлмарĕ. ЧП. Сутă сăнăм. N. Сăнне янă, потерял прежнюю красоту. Пшкрт. Сăнтан тохнă, стал некрасив, пал с лица; потерял облик человека (стал негодяем). Стал(а) старорбразным(ой). N. Вĕсемшĕн çамрăк чухне ватă сăн кĕресрен хуйхă. Юрк. † Пирĕн çамрăк пуçра сăнсем çук, сăнсем пулмасан та ăссем пур, калаçса йăпатма чĕлхем пур. Тим. † Пĕввĕр те пур, сăнăр та пур. Сала 206. † Пирĕн çамрăк пуçра мĕшĕн сăн çук? Кĕçĕнтен хуйхăпа та ӳснĕрен. Т. Григорьева. Сăна сĕтел çине хумалла мар, теççĕ. (Послов.). АПП. † Шур укçу çине ан пăх, аппа, сăнă юлĕ ун çине. N. Пуçăма çыхсан, сăнĕ каять (платок потеряет свою красоту). || Румянец. Тим. † Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел çути ӳкрĕ пит çине; çĕнĕ уйăхра тунă савнă тус, хĕрлĕ сăнĕ ӳкрĕ пит çине (на ее лице играет румянец). С. Айб. Хриттуна сăн кĕнĕ (появился румянец), тет. || Цвет. Эльбарус. Симĕс сăн çĕр çине ак хăçан ӳкет: йорсем кайса пĕтме пуçлаççĕ, çырмари çорхи шыв та выйсăрланса карĕ. Ib. Хальчен çĕр шап-шар йорпа витĕнсе выртнăскер, халь ĕнтĕ темĕн тĕрлĕ, анчах симĕс сăн ытларах, во порне те çĕнтерет. Кн. для чт. 144. Куккук ытла пĕчĕк кайăк мар. Унăн сăнĕ кăвак пулать. Кам. Враг. † Аккăш килет сассипе, кăвак чечек çуттипе, хĕрлĕ чечек сăннĕпе. Абаш. † Симĕс кĕпен сăн каять. Кайин, кайин, кайтăрах: пиççи вырăнĕ (место рубахи, где опоясывают поясом) йолатех. Собр. † Хусан арчи — сăрлă арча, илсе сăнне ямарăм. || Вид, образ. Ала 60. † Хам тăвансем аса та, ай, килнĕ чух сăнăсем пĕр ӳкрĕç те куç умне. Н. Якушк. † Ах, аннеçĕм, аннеçĕм, мăшăр витре илсе шыва ан, шыв çине ман сăнăма пăх, шыв çинче манăн сăн пулмасан, эпĕ çуккине çавăнтан пĕл. Турх. Çамрăк сăнĕпеле çамрăк ӳсет, çамрăк ĕмĕрĕ иртет те, сăнĕ ӳкет. Якейк. Пиçнĕ çырла сăнĕ пор (у красавицы). N. Вăл Настяна сăнĕпе кĕлеткине тăвас тесех тунă та, ăсне кĕртсе çитериман. В. С. Разум. КЧП. Çакă çыннăн сăнĕ пур та, ăсĕ çук. У этого человека красота есть, да ума нет. N. Ман килти сăн йохса тохрĕ. Регули 982. Ним сăн те (ним ĕç те) çок. || Изображение. Синерь. Вĕсем хĕрлĕ тăн шăтăкне кайнă та, вăсем тăнтан ача сăнĕ тунă та, унăн куçне тăхлан кĕртсе лартнă. || Портрет. А. Турх. В. С. Разум. КЧП. Коридорта Луначарскипе Якăвлĕв сăнне (нельзя: сăнĕсене) çакрăмăр. Н. Сунор. Ман пата хăн (= хăвăн) сăна ӳкерсе яр. N. Çакă сăнăма асăнмалăх патăм савнă тусăма. N. Хам сăна ӳкерттерсе яр, тенĕччĕ. Сан сăмаха итлесе, пĕр тенкĕ парса ӳкерттертĕм. || Сходство. Регули 1389. Пăластăк ашшĕ сăнĕ пор. || Отражение. Янтик. Сирĕн урай пит таса-çке: сăн курнать саçим (зеркалит, т. е. отражает предметы, как в зеркале). Ачач. Хĕвел пĕрре тĕксĕм çутă пĕлĕт татăкĕ айне кĕрет те, пĕлĕт татăкне хура сăн çапать. Çутт. 157. Уйăх та тухрĕ те, хăй сăнĕпе шывра выльляма пуçларĕ, N. Эсир: шур хут сăнĕ çапнă, тетĕр (т. е. побледнел от сидения над книгами); ăна шур хут сăнĕ мар, вăл пирĕн ачасене епле те пулин вĕрентес тесе тăрăшнин сăнĕ çапнă, теççĕ. N. Вара вăйлă халăхăн культурĕн сăнĕ вĕсем çине ӳкет, вĕсене хăш чухне витĕрех çапса тухать. Шурăм-п. Ача, урай çинче те, тата урай пит çутă пирки аялта урайĕнче ларакан пукансенчен, сĕтелсенчен сăн ӳкет. Ib. Ман каллах ун патне шалти пӳлĕме кĕрсе, сăн курăнакан пукансем çине ларса курасси пулмарĕ. || Зеркало. В. Олг. || Маска. Çеçмер. Хăш чохне ачасам аташса çӳресе çорçĕр те иртсе каять. Хăшĕ тата сăн тăхăнаççĕ. Сăнсем полаççĕ качака евĕрлĕ, вăрăм коккăр мăйракаллă, çăмламас.

сăпай

(-баj), красота, скромность. Тайба-Т. † Вăрăм сăрка юсавĕ, кăкăр çинче илемĕ, çак ял хĕрсен сăпайĕ, вăйă çинче илемĕ. || Красивый; скромный. Юрк. † Пĕввĕрсем сăпай, пилĕкĕрсем çинçе. Стюх. Сăпай, скромный, сдержанный.

сăрлă

кращеный; резной. Альш. † Сăрлă-сăрлă кăрильтса, сат умĕнче килĕшет. N. Аллисем сăрлă. Руки у него в краске. Юрк. Эпĕ çак киле килсессĕн, сăрлă ука пек пĕввĕмсем вăтанчĕç. Ib. Çĕнĕ çуна, сăрлă ӳрече, сакăлтара сикминччĕ. N. Сăрлă-хутăшлă шăршăллă тар куçа кĕрсенех, куçĕсем хĕрелсе пăсăлаççĕ. Сред. Юм. Сăрлă кăçат, теплые сапоги с красными или с черными пятнами. || Выкрашенный полосами, полосатый. Сред. Юм. Сăрлă юпа тесе яла кĕнĕ çĕрте лартакан юпана калаççĕ. Юрк. Вăрăм чăршă тăрринче сăрлă-сăрлă куккук авăтат. Т. II. Загадки. Кăмака айĕнче сăрлă-сăрлă патак выртат. (Кушак хӳри).

вăрăм сăрка

назв. женского наряда. Альш. Вăрăм сăрка, ăна умма çакаççĕ, вăрăм сăрка — икĕ ерет çирĕмшер пуслăх кĕмĕл, варринче çур тенкĕлĕх. Ib. Çурăм хыçĕнче вăрăм сăркапа пĕр вĕçрен икĕ ерет шăрçа (хĕрлĕ, кăвак, симĕç, шурă — улалатса тиреççĕ), унăн аялалла ярапанăн-ярапанăн каллах шăрçа усăнса тăрат (у девушек). Тайба Б. † Вăрăм сăрка юсавне юсăр лайăх, тиеççĕ. Пазух. Вăрăм сăрка пыр(ĕ) эпир, çавăнпа çинçе пулнă эпир. Кĕвĕсем. Виç хут вăрăм сăрканăн пырĕ ука, виç çул çаксан çутисем пĕтминчче! Шăрçалă та тухья, кĕмĕл сăрка, ялтăрать-çке хĕрсенĕн пуçĕнче. СПВВ. † Улăх улми — улма пек, çĕр çинчи çырла — сăрка пек. Ib. † Сирĕн вăрăм сăркăрсем пит çутă, те авалхи кĕмĕлтен, темĕнтен.

сĕвем

(сэ̆вэм), нитка около метра в длину. Канаш. р. М. Васильев. Сĕвем — пĕр хăлаç çип. Чукалы. Сĕвем, четверть (шит). СТИК. Сĕвем, нитка длиной около двух локтей. Ib. Пар-ха мана пĕр сĕвем çип. (Не надо смешивать с „сум“). N. Сĕвемне çитерсен, çиппине шач! тутарса тӳлет. N. Тата вырăссем калаççĕ: халăхран пĕрер сĕвем çип — çарамас çынна пĕр кĕпе, теççĕ. Сред. Юм. Çиппе арланă чôхне сĕвемĕн-сĕвемĕн пĕтĕрсе арлаççĕ. Н. Седяк. Унтан вара пытарма пынă çынсене икшер-виçшер сĕвем çĕлен çип параççĕ. Ib. Сĕвем — пĕр çип. Чуратч. Ц. Вара патша çак чăваша пĕр сĕвем пурçăн çип пачĕ, тет. Бгтр. Вилнĕ çын çинче панă çипсенчен пурте тан пулсан, çын час вилет, тет, тан пулмасан час вилмест, тет. (Вилнĕ çынна пытарса тавăрăнсан, пӳртре пур çынсене пурне те виçшер сĕвем çип парса тухаççĕ. Етрух. Вара çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлен çип вĕçĕмрен чăса-чăса пăрахаççĕ. ЧП. Сĕвем-сĕвем симĕс пурçăн. N. † Пурçăн сĕвем — вăрам сĕвем, пирĕн ĕмĕрсем пит кĕске. (Хĕр йĕрри). Юрк. Мăскал-мăскал сарă пурçăн, сĕвеме вăрăм килинччĕ.

сĕвен

прислоняться, опираться. Якейк. Кăмака çине сĕвенем-ши, апи çине сĕвенем-ши? Синерь. Сĕвентĕм = тайăнтăм, прислонился. М. Тиуши. † Пӳрт алăкĕнчен тухнă чух, ай, тайăлтăм, сĕвентĕм те, аттепе аннерен уйăрăлтăм (разлучилась). Четай. Вăрăм вырăс вут çолать, çави çине сĕвенсе; çак тана çитрĕмĕр, ати çине сĕвенсе. Ядр. † Ӳсĕр вырăс утă çăлать, çави çине сĕвенсе; пурăнтамăр пурнăçне, ати çине сĕвенсе. СПВВ. НН. Сĕвен — кайса ӳкес çĕртен таянса тăни. || Шататься, качаться. Ст. Чек. Сĕвенсе çӳрет, шатается, слоняется (= сĕтĕрĕнсе çӳрет). Ib. Лаша аран сĕвенсе çӳрет (еле ходит, качаясь; худой, больной). Ib. Каять лăкăш-лăкăш сĕвенсе.

свешен кайăкĕ

назв. птицы. Юрк. † Ĕнтĕ йĕтĕн вăрăм, свешен кайăкĕ выртат тĕпĕнче. Свешен кайăк пек пĕвĕм-сийĕм, хур пулминччĕ тăшман аллинче.

скамейкка

скамейка. Вомбу-к. Скамейкка тесе вăрăм тенкеле калаççĕ.

станлă

статный; объемистый, с крупной фигурой. ЧП. Пирĕн ял хĕрĕсен станлă иккен пĕвĕсем. Сред. Юм. Вăрăм, çӳлĕ, самăр лашана станлă теççĕ. Ib. Кô лаша пит станлă. (Говорят про лошадь, которая имеет высокий, длинный и тучный корпус). СПВВ. ЕС. Пысăк станлă лаша, крупная лошадь.

строччит ту

(строч'ч'ит'), строчить (напр., ткань). Сред. Юм. Тумтир аркисĕнчи вăрăм çĕвĕсĕне машшинпа çĕлесе тôхас тессине: строччит туса тôхас, теççĕ.

çавăрăм

, çаврăм, круг, окружность. || Круглый. Б. Хирлепы. Апи ярса пасара, сарă вăрăм хĕр пăхмашкăн, вăр çаврăм куçлине (с совершенно круглыми глазами). || Перевал месива. Питушк. Пĕр çаврăм (пĕр хул-хушши) анчах пăтрат лашана. N. Кĕçĕр ута пĕр çаврăм йорса патăм. Орау. Лашасене пĕрер çаврăм (кучка сена) çавăрса пар-ха: апат çияччен çиччăр.

çавăрăнмалли

(-λλиы), то же, что çавăрнаканни. Янтик. Айта, Иван çавăрăнмалли тăвар. Çавăрнмалли çапла тăваççĕ: пăр çине вăта юпа (кол) лартаççĕ, çав вăта юпа çине кускăç тăхăнтараççĕ, кускăç çумне вăрăм шалча çыхаççĕ (одним концом), шалчан тепĕр вĕçне çуна çыхаççĕ: вара кускăçа ричаксемпе çавраççĕ. Ib. Çавăрнмаллипе (çавăрнмалли çинче, çавăрнаканни çинче) çавăрнаççĕ. Ib. Эп ачасене çавăрнмаллипе çавăртăм.

çавăрса çап

хватить (ударить) с размаха. Чăв-к. Юналут çинче тепĕрре чĕрĕлнĕ те (волк), хыттăн çавăрса çапса вĕлернĕ (волка). N. Кошака çĕре (о земь) çавăрса çапать. НАК. Эпĕ хăра-хăрах (со страхом) кĕрсе (в воду) илтĕм те (утку), кăвакала тепĕре (еще) çĕр çумне çавăрса çапса сумкка чиккĕрĕм (= чикрĕм) те, килелле уттăрăм (= утрăм). Б. Яныши. Ашшĕ, ачине курсанах, ярса тытрĕ те, утне астуманшăн учĕ çине (о лошадь) виçĕ хут çавăрса çапрĕ. N. † Кӳлетĕр утăрсене чуманнине, çавăра-çавăра çапатăр (бьете, хлещете их кнутом с размаха). Янтик. Мирун кушака илчĕ те, çĕре çавăрса çапрĕ. N. Сыснана, чул катăкне пушăпа çавăрса çапнă пек, çавăрса çапать (ударяет свинью с размаха). КС. Вăрăм пушăпа çавăрса çапас, çавăрса шартлаттарас. Ib. Пĕреççех çавăрса çапрăм! Взял да как хвачу с размаха!

çанăлă

çанăллă, с рукавами. СВТ. Вăрăм çанăллă кĕпе.

çап

(с’ап), бить, хлестать, ударить. Орау. Ăна пуçĕнчен çапрĕ-ячĕ (неожиданно). N. Эпĕ пушипе çĕре çапрăм, çĕр мана сĕлĕ пачĕ. N. Ачасана ытла çапса ухмаха ан кăлар. ТХКА 84. Чăнах та, эпĕ ытти кĕтӳçсем пек мар, выльăха нихçан та çапса амантман. Шемшер. † Ах атте те, ах анне, эпĕ тохса кайсассăн, ик аллуна шарт çапăн! (Хĕр йĕрри). КС. Кĕпене тукмакпа или валекпе çапаççĕ. N. Юпине лартсан, ун пуçĕ тӳпине пĕр укçа пуртăпа çапса кӳртсе лартаççĕ. Полтава 18. Ашшĕ-амăш ачана хĕрхенмесĕр хĕнесе çапла çапса ăс парать. Янтик. Эсĕ мĕншĕн çапрăн мана? Ib. Атте хытă çапрĕ мана пуçран! Ib. Çурăмĕнчен çапрăм. N. Хăмсараччен çапса ил. (Послов.?). Сред. Юм. Çапу-тăву полмарĕ-и? Не было ли побоев? Якейк. Эп вăрманпа пынă чух йăвăç торачĕсем пите-куçа çапса пĕтерчĕç. Ст. Чек. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса, темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. М. Тув. † Çĕр тенкĕлĕх лашине çапса чупми турăмар. Чотай. † Çакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса отми турăмăр (т. е. сделали такою, что она не едет даже, если ее бить кнутом). Пазух. Хире тухрăм çӳреме, хура çĕленсене çапса илтĕм. N. Çав Хурамал ачисем тульккĕ килччĕр ку касса, пуçне çапса çурăпăр. Якейк. Эпĕр паян пилĕкĕн пир çапрăмăр. Ib. Каç полттипа ялта пир çапнă сасă анчах илтĕнет. Кан. Çавăнтах пичĕпе сивĕ юр çине килсе çапат (ударяет). || Бить, пороть. Кн. для чт. 61. Акçонăва çапма сутит тунă. Вара йывăр ĕçе, „каторжный работана“, ямалла тунă. Регули 248. Ĕçлеменшĕн çапрăм. Ib. 165. Вăрă тунăшăн çапрĕç. N. Мулкачă та пире таптать, çил те пире çапать. Чем люди живы. Тапранса тухат çил, Çимун кĕпи виттĕрех çапать. Баран. 70. Ун чух парăссăр та карапа çил хытă çапать, унталла-кунталла ывăтса ярать. Ib. 94. Халех çил-тăвăл тухас пек, сиввĕн-сиввĕн çапать. Чув. пр. о пог. 126. Çил çĕре пит хыттăн çапса вĕрсен, çăмăр пулать. Если ветер очень сильно ударяет о земь, будет дождь. Ib. 83. Çил çук чухне тĕтĕм çĕре çапсассăн, çулла — çăмăр, хĕлле юр пулать. Дым без ветра бьет к земле: летом — к дождю, зимою — к снегу. Орау. Çапса çăвакан çăмăр (дождь с ветром) тухĕ те, пĕтĕмпе сирпĕтсе, йĕпетсе пĕтерĕ. КС. Çапса çăвакан çумăр (бьющий с ветром) тырра ӳкерет. Бигильд. † Çĕн пӳрт çине хăма витнĕ çăмăр çапса çăвасран. N. † Çĕн пӳрт тăрне хăма витрĕм (вар. ампар тăрне хăма витнĕ) çапса çăмăр çăвасран. || Бить (о граде). N. Новосельский уясра пăр çапса кайнă (побило градом). || Пронизывать. N. Çурçĕр енчен сивĕ çапать (проходит, заставляет чувствовать). КС. Çурăма сивĕ çапрĕ, спина прозябла. || Выжимать (масло). N. Йывăç-çу çап. Трхбл. Кантăр çăвĕ çаптарса килтĕм. Ib. Çу çапакан арман, маслобойка. || Ударить (о молнии). Изамб. Т. Ун чухне Сарьел меçĕтне çапнă (молния), тет. Янгильд. Вăрман пĕтнĕ çемĕн арçури пĕте пуçланă, е аçа çапса пăрахнă, теççĕ. || Забивать, вбивать. N. Юпа çумне çап, прибить к столбу (доску). Тимяшево. Халăх çапса хĕснĕ пек пухăнчĕ. N. Çынсем çулăн икĕ аяккипе, çапса хĕснĕ пек, ĕречĕ-ĕречĕпе танă. N. Çапса çыпăçтар (хăмана). || Прилепить, приклеить. Ст. Шаймурз. Ку ача кĕпер хĕррине çыру çырса çапнă. || Покрывать (чем), прибивать. N. Малтан тупăк ăшне те, тупăк виттине те пир çапаççĕ. Якейк. † Пирĕн хăта пит лайăх, толне тоттăр çапнă пак, ăшне порçăн тортнă пак. || Взмахнуть (крыльями). N. Çунаттипе пĕрре çапрĕ те (взмахнула), вĕçсе карĕ. Ала 66. Çунатне çапать шыв çине (гуси). Лашм. † Çарăмсам çинче ула хур, çунатсене çапать шыв çине. || Молотить. N. Хĕрарăмсем вăл вăхăтра ахаль лармаççĕ, вăсам кантăр татаççĕ те, кантăр çапса шăва хутаççĕ. Якейк. Кантăр çапрăмăр; эпĕр ыран йĕтĕн çапас тетпĕр. Пшкрт: ан с'аβас, молотить. Ib. ан с'апры̆м, молотил. N. Ларакан капансене çапни çук-и? çапман пусан, сĕллине çапчăр, ырашĕ лартăр. Альш. † Ырă тетеçĕм, тете, çапăр илĕр ырашне, сутăр ярăр улăмне. Магн. М. 102. Çерçи кантăр çапмантан, чтобы воробьи не вредили конопле. Н. Карм. Икĕ пĕрчĕ пăрçана пĕтĕм хире çапса салатрăм. (Куç). || Положить с силой, бросить с силой. Альш. Пĕри çĕклет те, çапать ăна урапа çине. || Отразиться, падать (о ярком свете). Ядр. Шăрçа çутти çапнă. В. Олг. Инчетре вот пор, пĕлĕт çомне çутă çапрĕ. || Отпечататься, придавать цвет. В. Олг. Алă çомне корăк симĕсĕ çапрĕ. || Отойти и принять прежний вид. Пир. Ял. Юрпа е сивĕ шывпа лутăрканă хыççăн, ӳчĕ шăннине ирĕлтерсе чипер ӳт сăнĕ çапсан, çынна пăртак ăшăрах пӳлĕме илсе кĕртмелле. || Ударить (напр., о краске в лицо). ЧП. Кивĕ уйăхра тунă сăрисем, икĕ пите çапрĕ хĕрлисем. N. Хĕрӳ çапнипеле вут ăшĕнчен.., çĕлен тухрĕ. N. Çунакан япалан хăвачĕ çемĕн вут хĕрĕвĕ çапать. КС. Çурăма ăшă çаппăрĕ. Ударило тепло в спину. || О запахе. Йӳç. такăнт. 61. Çăвне лакăм шăрши çапнă (отзывается запахом посуды). В. Олг. Сĕт йӳçĕ, шăшлă вути йӳççи çапса. N. Остергундомский теекенни; ку сурт йӳçĕ кăшман хурми, питĕ вăрăм, шултра пулать; анчах, сăвакан ĕнене нумай çитерсен, сĕте йӳçĕ çапать; ăнса пулнă çул теçеттинара ку сурт пилĕк пин пăта яхăн пулать. ТХКА 38. Шурă ерĕм-армути йӳççи çапать вара кĕвĕçпе ман чĕрене. Баран. 41. Кăмпа шăрши... сăмсана ыррăн çапса тăрать. СТИК. Ахтар, санран сивĕ çапат (от тебя несет холодом), леррех кайса ларас пуль. Ib. Ай-ай, санран эрек пичĕкинчен çапнă пек çапат (от тебя несет водкой). Шибач. Вăл эреке пек çапат çăвара (йӳçĕ корăк). || Делать колеса. М. Шигаево. Пирĕн ялта çынсем хĕлле çона туваççĕ, çулла орапа çапаççĕ, пĕчик ачасем те хĕлле печик çона тăваççĕ, çула печик орапа çапаççĕ. Календ. 1904. Кусатăран-урапасем çапма вĕренес пулать. Кĕтĕк-вар. Орапă çап, урапа çап, делать колеса; но: орапа ту, делать колеса. || Ткать (куль, рогожу). N. Чăпта çап, ткать рогожу, куль. || Пройти сквозь, пробиться. Орау. Кĕрĕке нӳрĕк виттĕр çапнă. Изамб. Т. Витĕр çапмаллах ан сĕр (сапоги, салом). Толст. Кĕркунне кăткăсен туллине нӳр çапнă. N. Урана шыв çапрĕ (промочил ноги). Сред. Юм. Тар кĕпе виттĕр çапнă. Пот пробил сквозь рубашку. Пазух. Атăлах та урлă, ай, аллă хур, çуначĕсем витĕр те халь юн çапнă. Ай-хай, пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. ЧП. Çуначĕсем витĕр юн çапрĕ. || Чеканить. Кĕвĕсем. Ятăр кайнă, чапăр кайнă ылттăн-кĕмĕл çапакан хулана. КС. Укçа çапса пурăнчĕ. Работал фальшивые деньги. || Написать (в разете), печатать. Богдашк. Каçет çине çапмалли хыпар. || Формовать (кирпич). Микушк. † Сирĕн питĕр-куçăр пит илемлĕ, суккăр тутар çапнă кирпĕчĕ пек. || Стрелять. Сред. Юм. Пăшалпа çапса вĕлернĕ (застрелил). Кан. Пăшалсем çапма вĕрене пуçларĕç. N. Револьвĕрĕ çӳлелле çапса каят (выстреливает). || Погубить, поразить. ЧП. Тăшман ялне турă çаптăр. || Звонить (в колокол). Трхбл. Пĕррепе çап, звонить в один (колокол); пуринпе те çап, звонить во все (колокола). || Колоть, резать. N. Пĕр сысна илтĕм те, ăна çитертĕм: ыран çапас, тетĕп. Урмар. Унăн çапмалли сысна та-ха пиллĕк-улттă та пур. || Парить (в бане). N. Пит хытă кăна тарлаттарсан, милкĕсемпе çапсан, пăлтăра (в передбанник) илсе тохса тумлантара пуçлаççĕ. N. Милкĕпе çапса, çуса карчăка мунчаран кăларат. N. Куккăшĕ ăна милкĕпе çапрĕ (выпарил в бане). || Разбивать. Полтава 2. Б. Хмельницкий темиçе тапхăр поляксене çапа-çапа çĕмĕрнĕ (разбивал). || Украсть. || Зашибать, огребать, наживать. СТИК. Ай-яй укçана çапат иккен вăл! Здорово он деньгу зашибает. КС. Паян укçана çапрĕ вăл (нажил, выручил). Кан. Вăл тырăпа сутă туса укçа çапрĕ. Кан. Хамăр айăп ĕçленине кура, кутăн выртсах услама çапаççĕ. || Склоняться. Кан. Распуя çапма тытăнтăм. || Рассказывать (сказки). Собр. Халап çапса хапха тăррине улăхаймăн, йăмах ярса юман тăррине улăхаймăн, теççĕ. (Послов.). Шурăм-п. Тир Йăванĕ юмах çапа пуçларĕ. Çутт. 69. Хĕрарăмсем çăл кутĕнче халапа çапаççĕ. Ир. Сывл. 8. Сăмахĕсене, кăмăллисене, кирлĕ хушăра çапса пыратьчĕç. Хастарлăх ЗЗ. Юсас тесе тăрăшса, сăмах çапса пыратпăр. || Употребл. в качестве вспомог. гл. N. Ăна кăларса çапас пулат. Его надо вышвырнуть с должности? Альш. Пĕр-иккĕ çавăрса çапрĕ те, ăнран кайрăм. N. Анчах хресченсем, çумăр пырса çапнине, утта пур чухнех симĕсле пуçтараймаççĕ.

çыпăç

(с’ыбы̆с’), приставать, прилепляться. Аттик. Суха-пуçне те мур мĕн çыпăçнă пулĕ, тесе, вут урлă каçарса лартрĕç. Баран. 91. Кĕтӳçĕсен ялĕсем ту çумне çыпăçа-çыпăçа ларнă. Кипулăх. Утсам çыпăçса кайрĕç. К.-Кушки. Çӳçсем çыпăçса пĕтнĕ. Волосы слиплись. Кн. для чт. 6. Çыпăçатăн вара асанне çумне. || Вязаться с кем (о девице). Ск. и пред. чув. 49. Петĕрпе çыпăçать пулмалла вăл. N. Каччă çумне ан çыпăç, ятăр кайĕ ял çине. Шарбаш. † Сар та вăрăм варличчĕ, сивĕнет-тĕк сивĕнтĕр, кĕçĕрхи çĕр сивĕнтĕр; çыпăçать-тĕк çыпăçтăр, кĕçĕрхи çĕр çыпăçтăр. Ib. || Приниматься (напр., за дело, за работу). N. Хальхи вахăтра ĕçсем патне çыпăçма хăтланаççĕ. КС. Ĕç патне пĕртте çыпăçмасть вăл (не принимается). Альш. Арçын-ача пĕчиклех ун пеккине çыпăççах та каймас-ха (не занимается подобнымн вещами).

çырма-хушăк

овраги вообще. Сам. 39. Сĕвек тăвайккисенче, çырма-хушăк тĕпсенче курăнатчĕç чылаях: тарăн, вăрăм оккопсем, çĕн тăпраллă масарсем.

çийĕнче

(-џ̌э), на нем (ней). К.-Кушки. См. выше. ЙФН. † Эментер хĕрĕ çинчешке, çиччĕ пир кĕпи çийĕнчĕ... || Во-время. N. Пирĕн ял çунса кайнă пулĕччĕ, анчах ун пӳртне çийĕнче сӳнтертĕмĕр. || При наличии при жизни. Собр. † Атте-анне çийĕнче ĕмĕр вăрăм, кун кĕске. Альш. † Эпирех те ырă курасси, пулсан пулĕ атте-анне çийĕнче.

çивĕтле

заплетать косу. N. Лентă ярса çивĕтленĕ. В косу вплетена лента. Дик. леб. 34. Елиса тумланать, вăрăм çӳçне çивĕтлесе ярать. См. çипле, çитле.

çинçе

(с’ин’з’э), тонкий (в обхвате, напр., веревка, нитка, волос, деревцо, палка и пр.). См. çинче, çӳхе. Собр. † Çинçе мăйлă чĕкеçне хĕр пуçĕ сырма ятăмăр. Çутт. 82. Хăй пĕтĕмпех пăртан, юписем питĕ çинçе çут шăрçа пек йăлтăртатаççĕ. N. † Хамăра курайман тăшмансен çип пек çинçе çĕртен татăлать. ЧС. Хăй тăватă уралă, урисем вăрăм та çип-çинçе, тьыха ури пек. Микушк. † Çамрăк пуçăма йывăр килсен, çинçе пӳçăм авăнать. || Узкий. Чураль-к. † Çинçе варта çинçе (тоненькая) хĕр вăшкăлтатса вут çулать. Чув. пр. о пог. 63. Уйăх çинçе, çутă пулсан, уйăхĕпех уяр тăрать. Если месяц тонкий и светлый, во весь месяц будет ясно. N. † Çинçе çырма тĕтрине пĕлĕт илет парнене; çак сăнăма савса патăм, ан ман пĕрле тăнине. || Высокий (о голосе). N. Çинçе сасă (çӳле илекен саса), высокий звук. || Узость. Сред. Юм. Салтакран та кăкăр виçене çитмесĕр, çинçепе юлнă вит ôлă.

çинтĕр

(с’ин’дэ̆р), то же, что çилтĕр. Хурамал. Ĕне çинтĕр янă. (В В. Олг. чĕнтĕр янă). Н. Седяк. Ĕне, тапратса тултарсан, „çинтĕр ярать“, теççĕ. Çинтĕр ĕне патĕнче çап-çутă пулса, вăрăм пулса çĕрле курнать, теççĕ. СТИК. Ĕне сар çинтĕр янă. Ĕне шур çинтĕр янă. (Ĕне шур çинтĕр ярсан, час пăрулат). Ст. Чек. Çинтĕр (у коровы за З—4 недеди до отёла).

çипиркке

(с’ибирккэ), назв. одежды, сибирка. Юрк. Альш. Хĕрĕ, çипиркки-сукни аркипе (тӳнтер маййăннипе) тытса, чĕлпĕр тарăх виçĕ хутчен сăтăра-сăтăра тухат. Ib. Сукна çипиркке. Ib. † Пӳсрен те çипиркке çĕлетрĕм, çаннисем те вăрăм та, пӳ кĕске (рукава длинные, а стан короток). Рак. Асатенĕн вăрăм çипиркке. (Кăмака).

çите

дееприч. слитное от çит. N. Кайма вăхăт çите пуçларĕ. Чаду-к. Лашана тупрăм та, утлантăм, каятăп, пĕр кĕпер патне çитех тăнă (вдруг подьехал). || В срав. степени, иногда с афф. твор. падежа. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 17. ТХКА 78. Асатте сĕлĕ миххине улăм чикнĕ те, улăма спичкĕпе вут тивретнĕ. Хăвалакансем çитерех парсан (когда приблизились), çул çине, мăкăрланса çунакан миххе вĕсен лаши умне йăлт ывăтнă. N. Пӳрт алăкĕ умне çитерехпе. Регули 299. Яла çитерехпе (когда я приблизился или мы приблизились) хĕвел ансах ларчĕ. Урмай. Старик качакасен пӳрчĕ патне пăрçа хăмăль тăрăх хăпарса çитерехпе тарт! пăсарса ячĕ, тет. Регули 1376. Яла çитерехпе (приблизившись к деревне) илтрĕм кăçкăрнă сас. || До (посделог). НАК. Эпĕ çав охоттăра ирхи апатран пуçласа хĕвел анас вăхăталла çитех çӳресе те пĕр кăвакал анчах тыттăрăм. ЧП. Сĕм вăрманти вăрăм чăрăш кутне çитех лăс турат. N. Ăна пĕтĕмпе салатса пăрахнă; аллисемпе урисем, пуçĕ таçта çите ывтăнса кайнă. || С усилит, частицей „ех“ указывает на действие, совершившееся вдруг, неожиданно, или быстро, или как раз в известный момент, или без долгого обдумывания. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 9. Чав. й. пур. 22. Хĕр килне çитех тарнă иккен. Ib. 20. Иванĕ çавна çĕклесе пынине илтсен, килне çитех тарнă вара (убежал домой). Истор. Лешсем ăна та пăхман, Воронцова Костромана çитех янă. Ib. Папа патне çитех тарнă. Ib. Мстислава пит аякри хулана, Тмутаракане çитех янă.

çитсе перĕн

нагрянуть. К.-Кушки. Раштав эрни çитсе перĕнчĕ (нагрянула). || Простираться. Баран. 101. Вăл (çаранлăх) кăнтăр енелле вăрăм тăсăлса кайса, Каçпи тинĕсĕ патĕччен çеçен-хирсем патнех çитсе перĕнет.

çу

(с’у), лето. См. çăв. Н. Сунар. Çапла вара виçĕ çу (кĕтӳ) пăхнă (пас стадо), виçĕ хĕл тарçăра пурăннă. Баран. 161. Кунта хĕлле пулманпа пĕрех. Çу пит вăрăм килет. Юрк. Хĕлле чипер усраса, çăва кăларнăшăн. N. Çу варринче çумăр хыççăн хăвăрт тулса ыткăнать. ЧС. Иртнĕ çура (в прошлое лето), ыраш вырма тухсан... НТЧ. Çăва тухсан (когда наступит лето), пĕр вĕçĕ картара пултăр, пĕр вĕçĕ хирте пултăр. Хĕле кĕрсен, карта тулли тăччăр (скотина. Из молснья „ĕне ырри“) N. Çын калать, тет: халĕ тупас çук уна тепĕр çусăр (до другого лета, раньше другого лета), тесе каларĕ, тет. Якейк. Хăш-хăш çура çак çырма типсе лармасть. О сохр. здор. Кирек кам та вăл ĕçе пĕр-ик-виç çура вĕренсе çитет (может выучиться за два-три лета). Н. Лебеж. † Çăва тухса килнĕ чух (при наступлении лета) эсĕ ачăна уйăран. (Хĕр йĕрри). Шăна чир. сар. 8. Çу иртнĕ çĕрелле (к концу лета), кĕркунне, тепĕр тĕрлĕ шăна тухать. Орау. Çу нумай юлмасть. 1) Лета осталось немного. 2) Мясоеда остается немного. З) Масла остается немного. Кан. Кун йышши ĕçсем çак çура (в это лето) пайтах пулкаланă. N. Çу иртрĕ. Лето прошло. N. Час ĕнтĕ çу иртет, кĕр енне кайрăмăр (дело идет к осени). Кан. Вăл çу вăхăтĕнче çеç кĕме йӳрăхлă, çуркуннепе кĕркунне сивĕ, кĕме юрăхсăр. Сред. Юм. Прахутсĕм, пĕр кĕрконне полсан, çӳреме чăрнаççĕ те, çуран-çăва (с лета до лета) çитеччинех пĕр вырăнта лараççĕ. Ib. Çуран-çу (с каждым летом) çăмăр полми полчĕ, порнан ĕмĕрте те воçех çуми полать ко çăмăр. || Весна. N. Çак çутă çу кунĕ май уйăхĕнче кунта та унта пекех тырăсем аван ешернĕ, мĕн пур вĕçен-кайăкĕ, куккусем те юрлаççĕ.

çул

çол (с’ул, с’ол), дорога. Б. Олг. Çола тохсан, ут йăлăнчĕ (= ывăнчĕ). Бес. чув. 1. Ку пасар çул пăсăлас уммĕнхине пурте пĕлеççĕ. Все знают, что этот базар бывает перед распутицей. Орау. Вăрманпа çул пур-и? Ib. Вăрман виттĕр çул пур-и? Ib. Кӳл тăрăх çул çук. Ib. Уйра та çулсем хурала пуçларĕç, çуркунне пулать. Дик. леб. 47. Йывăç лартса тухнă çул тăрăх. N. † Урам йĕрĕ (след моих ног) çул пултăр; çак ял ачи тус пултăр. Регули 20. Килнĕ çолпа кайлах карĕ. Вернулся тем же путем назад. Ib. 637. Çол олăхпа лайăх-и? Хороша-ли дорога лугами? Ib. 1104. Çол вăрманпа каять. Дорога идет лесом. Ib. 1441. Эп каймастăп, çол осал (утсем килте çук.) Ib. 1444. Кăтарт она çол, вăл ак çохалтăр. Ib. 1446. Мана çол кăтартса яр, манăн çохалас марччĕ (чтобы мне не заблудиться). Якейк. Вăрманта çол пит тăвăр (узка): ик орапа тĕл полсан, иртме кансĕр (трудно разъехаться). Ib. Ман тор лаша çол лайăх ертсе пырать. Ib. Çол ик аяккипа та канав пырать. Ib. † Мăн çол çинче опос вырĕс: валти лаши пасарнă, хӳри-çилхи кăвакарнă, сол тытасси йăвăр поль. Изамб. Т. Ул йĕрпе пĕр пилĕк çухрăм кайсан, пĕр çула тухнă. Шурăм-п. Кушак çул татсан (перейдет, пересечет), телей пулмаçть. Ст. Чек. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан (если перейдет), çул ăнмас, тет. ТММ. Каякана (для идущего) пĕр çул, шыракана çĕр çул. (Послов.). N. Эсĕ каяс çул çинче. N. Çак вăрман хушшипе кукăр-макăр çул каять (идет извилистая дорога). С.-Устье. Эсĕ çул пĕлетĕн-и çак вăрмантан тухма? тет. Салтак калат патша ывăлне: йăвăç тăрне хупарса пăх: хĕш енче çутă пур. Çав енеле турат хуçса пăрах, тет. Патша ывăлĕ, хупарса, турат пăрахрĕ, тет. Кайран, патша ывăлĕ ансан, çутă енеле кайнă, тет. Кайсан-кайсан, пĕр пысăк çурт патне пырса çитрĕç, тет. Коракыш. Вĕсем, çул çухатса (заблудившись), нумай макăрса çӳренĕ. Изамб. Т. Кĕркунне, çул ӳксен (когда установится санная дорога), сутта каяççĕ. Ала 81. Килесси килетĕп те, çул яр мана, терĕ, тет, старик. Поехать-то поеду, но только пропусти. Кан. Пĕр маях çăмăр, тата çул начар тăрĕ. Ала 66. Сĕт çулпа тухса карăмар, çу çулпа килсе кĕтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл уçăлчĕ. Дорога теперь открыта. Ib. Çôл сăхă. Дорога тяжела для езды (зимой). Баран. 201. Пĕтĕм çул çийĕ вилнĕ çын пулнă. По всей Дороге валялись трупы. В. С. Разум. КЧП. Çынсем пĕр маях уттараççĕ çулпала. Юрк. Улпутпа лаккей çулпа ларса пыраççĕ (едут в экипаже). Букв. 1904. Çул хура, лавна ху йывăртарах тиенĕ, çапах тата лашуна хĕнетĕн. Альш. Унта та çулсăр çĕртен çӳреме çук. И там нельзя ехать по тому месту, где не проложена дорога. Ib. † Кăçал ыраш пуссисем пит аякра: ялан кукăр çулпалан каймалла. N. Землянкă йĕри-тавра чăрăш турачĕ лартса çаврăннă икĕ ерет, пĕтĕм çул туса пĕтернĕ. Орау. Çул çемçеличчен (юр йăшиччен), до распутицы. N. Çул картланаччен (осенью). N. Çулсем çинче шăнса вилнĕ сала-кайăкĕсем выртаççĕ. || Путь, путина. Кн. для чт. 136. Çул килнĕ майĕпе шăнкăрчăсем кăшт канчĕç те, унтан часрах хирсене, çаранлăхсене çырмасене вĕçе пуçларĕç. N. Мана ама-çури пайтах ылханчĕ: кайма çул, килме вут, тетчĕ. N. Çул çинче тутар мĕн пулассине шухăшласах пырать, тет, теççĕ. (Послов.). М. Тюмерли. Вара, пурте пухăнса çитсен, çула тапранса каяççĕ. Вĕсем кайнă чухне пит шавласа каяççĕ. N. Çол çинче лайăх килтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл çӳреме каякан çынна: çôл ăнтăр, тесе, каласа кăларса яраççĕ. N. Москваран Перĕм çĕрне çитесси пайтах çул. ЧП. Кĕркунне пулсан, çуна çӳлĕ ӳксен. КС. Çулне ял тулашĕнчен ячĕç. Заставили ездить проезжих мимо деревни. N. Унтан çул ямаççĕ! Там запрещают ездить! КС. Унтан çул каймасть. Там ехать не надо, не эта дорога. Регули 636. Çол шупа вăрăм. Ib. 31. Вăлсам çол çӳремелли турĕç. N. Çула тухнă чухне, при выезде в дорогу; çула тухса кайнă чухне, в самый момент выезда (выхода) в дорогу. Ст. Чек. Сирĕн патăра кĕме çул килмерĕ (не случилось пути). Ib. Ваня пуян патне кайма çул килмес. Ib. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан, çул ăнмас, тет (пути не будет. т. е. не достигается цель путешествия). Лашм. † Çӳрен утма ятăм çул çуреме, тытма чĕлпĕр вăрăм пулмарĕ. N. Ырă çынпа çула тухсан, çул иртнине сисместĕн, теççĕ. (Послов.). Альш. Инçе çула хĕр парсан, килни-кайни курăнмас. N. Эсĕ хăвăн чуру Иосифпа пĕрле çула пынă. Янтик. Çул кĕске пултăр тесе, уйăрăлнă чухне пĕри те пуса инçе каять пулсан, тепри ăна: çул кĕске пултăр ĕнтĕ сана, чипер кай, тет. Ир. Сывл. ЗЗ. Çул парах! Кан. Враг. † Хĕрсем çулĕ ăстăльте? Аслă урамăн варринче, хапха умĕнче сак çинче, симĕс сатăн айĕнче, пурçын тĕрри аллинче. Сред. Юм. Çôл питĕрнчĕ. Нигде ходу нет. N. Ыратнине чăтаймасăр, эпĕ çула тăршипех (всю дорогу) кăçкăрса макăрса пытăм. Сунт. Çул çине тухакана укçи те, япали те кирлĕ вĕт. N. Аяк çол, дальняя дорога. N. Пире кирлĕ япаласем çул çинче килме тухнă (уже в пути). N. Кил çулĕ çинче, на дороге домой. КС. Манăн çулĕ уçăлнă. У меня нет препятствий. Собр. † Инçе çултан хурăнташ турăм ĕмĕрлĕхе пĕрле пурăнасшăн. || Проход. Янтик. Халăх ик айккинелле уйăрлса (сирĕлсе), ăна иртсе кайма сарлака çул турĕç (пачĕç). N. Ывалĕ килте мар-тăк — икĕ айкки пĕр çул сана. || Дымовой проход. Пир. Ял. 1928, № 51. Анчах, кăмакан тĕтĕм çулĕ нумайрах пулас пулать. || В перен. смысле. Собр. Куçсăр çын хăй умăнчи чашки çинче те çулне тупаймаçть, теççĕ. (Послов.). Толст. Ку манăн çулпа килмерĕ, ӳссĕр тавăрăнчĕ, курăнать, терĕ, тет. || Назв. духов. N. Унтан кайран турă çулне пăтă, турă амăшĕ çулне юсман паратпăр, теççĕ. || Встреч. в выражении: N. † Вăрманта упа, аннеçĕм, хирте кашкăр, аттеçĕм! Ăçта хурам-ши пуççăма? Çӳлелле пăхрăм — çул çӳлĕ, çĕрелле пăхрăм — çĕр хытă. || Грива? (Срв. тюрк. jaл, грива). Пазух. Хура лаша çулĕсем, пĕкĕрен çӳлĕ пуçĕсем. || Влагалище. Сборн. по мед. Пит хытă ыратнă чух, ача пуçĕ хăвăрт килсе çулĕ çурăласран, ача пуçне кăшт тытас пулать. || Право. N. Манăн çол пор.

аслă çул

большая дорога (местами — дорога, менее посещаемая, не такая благоустроенная, как мăн-çол, т. е. дорога между не столь важнымн пунктами). Юрк. † Вăрăм чăршă пĕрене аслă çул хĕрринче çул пултăр. Разум. Аслă çул тума пуçланă (проводить). Т. II. Загадки. Пиллĕкĕн пĕр тăван, аслă çулпа пыраççĕ; пырсан-пырсан, аслă тăванĕ пĕчĕк çулпа уйăрлса юлать. (Алса тăхăнни).

çулахи кун

летний день, летняя пора. Кĕвĕсем. Çаранлăхра çул хыврăм çулахи кун çӳреме. Юрк. Вĕсем (они) çулахи кун çинчи тумĕсемпе анчах пулаççĕ. Баран. 167. Çулахи кунсенче кунта имсĕр-сумсăр вăрăм-туна, ӳпре тухать. Ib. 91. Çулахи кун кунта кĕтӳ сĕткенлĕ курăк шыраса килет.

çулăк

çолăк (с’улы̆к, с’олы̆к), лоза (род метлы без отдельного метловища, вырубается целиком вместе с череном), которою сметают с вороха колосья. Орау. Çулăк — тыр çи шăлмалли шăппăр. Çутт. 43. Çулăкпа та, шăпăрпа та тасатрăм эп ашăмне. Ib. 42. Атте сăвăрма тытăнчĕ, аппа çулăкпа çиçет. ТХКА 47. Те хамăра мăшкăлласа, те кĕсри ытла йăвашран, ут кĕтӳне ярсан, çынсем хĕлĕхне çăлса пĕтеретчĕç. СПВВ. ФН. Çулăк — кăшăл çине шăлаканни. Питушк. Çолăк — метла (тыр çи шăлма, без черена). Тюрл. Çолăк — çиçмелли, метла для вороха (очищают ворох). Ст. Чек. Çулăк е çулкă — хурăн тăрринчен тунă шăппăр. Сред. Юм. Çолăк тесе хôрăн вăрăм патаккисĕнчен тунă шăпăра калаççĕ. Илебар. Çулăкĕ хыçалтă.

çулăх

то же, что çулăк. Альш. Çурăм хыçнех тата, вăрăм сăрка айне, çулăх çакаççĕ; çулăх вăл шерстянуй явлăк (платок). Виç кĕтеслĕ туса, çĕлесе яраççĕ çурăм хыçне (девицы). Ib. Тилĕ çĕлĕк те çулăх кăна çук.

çурăм-пуç-ути

назв. раст. Караево. Çурăм-пуç-ути. Çимĕк кун хĕрсем пуç çăватчĕç, çӳç вăрăм пултăр, тесе.

çутă пуç

лысый. Альш. Рак. Тунката çинче çутă пуç. (Краççин). ТХКА 60. Çутă пуçлă, кăвак куçлă, мăн сăмсаллă, вăрăм сухаллă маçак (асатте) пулнă ман.

çӳл

(с’ӳл’), высь, высота, вышина. употребляется обыкновенно в косвенных падежах. С.-Устье. † Ăста кайса кĕрем-ши, пирĕн телей çанашкал: çĕре каяс — çĕр хытă, çӳле каяс — çӳл инче. Янш.-Норв. Vн чухне хĕвел чылай çӳле кайнăччĕ вара. Алик. Çакăнтан çӳле кайма инче-и? тесе итрĕ. тет; леш калат, тет: инче мар пулмалла, шаккани илтĕнет. Якейк. Хĕвел контан кон çӳле (выше и выше) хăпара пуçларĕ. Лашм. † Юрт-юрт, утçăм, юрт, утçăм, çурхи çулсем çӳле юличчен; çурхи çулсем çӳле, ай, юлсан, вĕрене тупан каять сулăнка. N. † Кушак çӳле ларсан, сивĕ-тет, теççĕ. ТХКА 20. Кирек мĕн калăр, пĕри те ман пек çӳле сикес çук эсĕр. Орау. Çималли пĕтсен çӳлелле пăхса ларăн. ТММ. Турă çӳлте, патша аякра, тетчĕç. N. Çӳлте кайăксем вĕçсе çӳреççĕ. N. Хĕвел çӳлте пулсан — уяр, аялта пулсан — çăмăр пулать, тет. N. Çӳлте ларап, кам çинчине каламастăп. (Калпак). N. Çӳлте турă, çĕрте патша, тенĕ. Кан. Сарлакăшĕ: çулте 25—30 сантиметр, тĕпĕнче 35—40 сантиметр. ГТТ. Алă çӳлте. N. Ĕлĕк çӳлтен кисе питĕ айăплатьчĕç. N. Чăркуççиран çӳлтен татнă. Отрезали повыше колен. Альш. Улача чаршав ан карăр, çӳлтен туртса ан çыхăр. Собр. Кĕркунне тăрна çӳлтен (высоко) вĕçсен, кĕр вăрăм килет, теççĕ. N. Уххи йывăçран çӳлтен (?) кайрĕ. Стрела полетела выше деревьев? || В перен. смысле. ГТТ. Шкулта лайăх отметкă илекенсем питĕ çӳлтен çӳреççĕ. Кĕвĕсем. Питех çӳлтен-çӳлтен çӳрес мар: куштан чĕрисене çурас мар. Альш. † Питех çӳлтен-çӳлтен калаçас мар: атте-анне ятне çĕртес мар. Юрк. † Ыттах çӳлтен-çӳлтен калаçма ыттах çитĕ (питĕ?) пуян ачи мар эпир. N. Çӳлтен! Так кричат лошади во время пашни. См. хĕрипе. Бур. † Вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçмешкĕн вĕрене çулçи мар эпир, çӳлтен-çӳлтен калаçма эпир пуян ывăлĕ-хĕрĕ мар. Сред. Юм. Çӳлтен çӳрет, тесе, хăйне хăй пысăка хоракан çынна калаççĕ. || Высокий. Этем йăх. еп. пуç. кай. 79. Ĕлĕксенче çырма шывĕ ку шăтăкран çӳлерех пулнă, çавăнпа та çырма шывĕ унта юшкăн лартса хăварнă. Альш. Хусан хулинчен çӳлерех, теççĕ ăна (о Свияге). Ст. Чек. Алă тымарĕнчен çӳлерех, чавса патнелле. N. Çӳлерех хака хурса сутасчĕ. Хотелось бы продать по более высокой цене. Изванк. Çăлтан çӳлерехре пĕр пысăк ват юман пур. N. Çӳлерехрен. Якейк. Пĕри çӳлтерехре (повыше), тепри аялтарахра тăрать. Орау. Пăр купи йăтăнса аннă та, хулне чавсаран çӳлерехрен хуçса пăрахнă, тит. Говорят, что груда льда упала на нее и переломила ей руку выше локтя. См. çӳлĕ. Якейк. Çӳл-çӳл йоман, çӳл йоман. Изванк. Çӳл-çӳл юман, çӳл юман, çӳл юманта пин куку, пин кукуран çӳл куку. N. Çӳл енчен юхса анакан шыв. N. Верхний. N. Лупашка урлă, хăма хурса, кĕпер тăваççĕ, кĕперин çӳл енне вут хураççĕ. Изамб. Т. Ул çав урамра çӳл енче пурăнат.

çӳç

(с’ӳс’), волос(-ы). О сохр. здор. Çӳç тăкăниччен малтаи çӳç тĕпне лĕкĕ пек сарă, вĕтĕ, типĕ шатра тухать (при болезни кукша). Сред. Юм. Çӳçне ине çулланă, или: çӳçĕ вĕрилле (= вирелле) тăрать (вихорь). Ib. Çӳç ил, çӳç илтер. Остриги волосы. Ib. Мана кашни иртсе каймассайран витлет; ярса тытрăм çуçĕнчен те, хытă вĕçтертĕм. N. Çӳç илсе яр, обрить. КС. Çӳç хыртар, заставить брить. N. Малти çӳçе вăрăм хăвартăн эсĕ. Юрк. † Урам урлă каçар-и? Ылттăн ука тăсар-н? Ылттăн ука улттă çаврăнтăр, çӳçсем сире çыхлантăр. Ib. Çӳç кастарсан, çӳç шуралат. Кн. для чт. I, 16. Ир тăрăр та, питĕр-куçăра çăвăр, çӳçĕрсене турăр. Якейк. Пуçна пĕр пĕчĕк çӳç хăвармăп! Выдеру все волосы! (Угроза). Ст. Чек. Пуçăнта çӳç юлмĕ. Баран. 66. Майпа вĕрсе тăракан уçă çил пуçри çӳçсене вĕл-вĕл вĕçтерет. Шибач. Çӳçна татса пĕтерем! (Брань). N. Эп кĕске çӳçпе çӳреме вĕреннĕ (или: çӳреме юратап). Я привык ходить с короткнми волосами. N. Эп вăрăм çӳçпе çӳреме юратмастăп. Альш. Çӳçе кассан, çӳçе турасан, çĕре пăрахма хушмаççĕ (не велят бросать волосы на землю): кайăк илсе кайса йăва çавăрат, тет те, пуç çаврăнакан пулат, тет. N. Çӳçе вирелле ярас (зачесывать назад). СТИК. Çӳçе вĕтелерĕм. Опалил себе волосы. Ib. Пирĕн хĕрарамсем час-час: çӳç туртат — çавă асăнат пулĕ, теççĕ. Вăл темĕскерле — пĕр пĕрчĕ çӳç туртăнса каят, тет. Регули 875. Çӳçе çуçĕн тытса (тытăçса) вăрçаççĕ. С. Тим. † Çӳç пек хăна пуçтартăм, пукане пек вылятрăм. Подг.-Шигали. † Вутлă-шывлă хушшинче вут пек сăра турăмăр, çӳç пек хăна илтĕмĕр, пукане пек вылятрăмăр. чăх-чĕппи пек салатрăмăр. (Хĕр-сăри сăвви). Б. Олг. Прийомра кăнтăр иртсен, пичия çӳç кассарчĕç (= касса ячĕçĕ), туатă сахат çапсан. Чăв. к. Турă çырни — çӳç çыхни, сивĕтсен те сивĕнмес. (Хĕр йĕрри). Кĕвĕсем. Турă çырни çӳç çыхни. (Вероятно, означает, что того, что суждено, так же трудно избежать, как трудно развязать затянутый узлом волос). || Волоски (мелкие корни растений). В. Ив. Çимĕçлĕ шыв тымар çӳçĕсен хуппи виттĕр шала кĕрет.

çăв

то же, что çу, çум (послелог). Мачамăш. Чертак. † Энтри пичи калатьчĕ: сарă вăрăм хĕрсене сарай кашти твап, титчĕ, сарай кашти тăви-ха, çăвне выртса çыври-ха? Абыз. † Çĕр-çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввине хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăль пур. Г. А. Отрыв. † Пирĕн çăвра пуш вырăн пур чун савнине лартмалли.

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

аист

аист (вăрăм ураллă шултра вĕçен кайăк).

амазонка

амазонка (1. авалхи грексен мифологийĕнчи вăрçă ĕçне юратса пурăннă хĕрарăм; 2. хĕрарăм-юланутçă; 3. хĕрарăмăн юланутпа çӳремелли вăрăм тумтирĕ).

арапник

арапник (сунарçăсен йытăсене çапмалли кĕске авăрлă вăрăм пушши, йытă чăпăркки).

аркан

аркан, мăйкăч, мăйкăчла вăрăм пăяв, вĕрен.

ванна

ванна (1. шыва кĕмелли вăрăм, тарăн савӑт; 2. тĕрлĕ шывран ванна туса эмеллени, чиртен сывални).

вымпел

вымпел (çар карапĕ çине çакакан йĕкĕр вĕçлĕ вăрăм флаг).

высокий

1. çӳллĕ, вăрăм пӳллĕ, пысăк; 2. чаплă, пысăк; высокий гость чаплă (хăклă) хăна. 3. çинçе; высокий голос çинçе сасă.

разумный

ӑслӑ, тӑнлӑ, тӑнлӑ-пуҫлӑ (ҫын); разумный поступок ӑспа туна ӗҫ.

рост

1. ӳсӗм, ӳсни; 2. ӳссе пыни, ӗҫ малалла кайни, вӑйланни; рост сельского хозяйства и промышленности ялхуҫалӑхпа промышленность ӳссе пыни, хӑпарса, вӑйланса пыни; 3. пӳ, пӗв; человек высокого роста вăрăм пӳллӗ (ҫӳллӗ) çын; ростом с меня ман ҫӳллӗш.

стебель

-бля м. туна, авӑр; стебель огурца хӑяр аври; вьющийся стебель явӑнакан туна; цепляющийся стебель ҫыхӑнакан туна; подземный стебель ҫӗр айĕнчи туна.

плеть

ж. 1. пушӑ, чӑпӑркка; 2. туна, авӑр явӑнса ӳсекен ӳсентӑрансен (пӑрҫан, хӑярӑн) туни; плеть хмеля хӑмла аври.

чалма

чалма (арçын мусульмансем пуçа çавăрса çыхакан вăрăм сурпан).

толстовка

толстовка (çиелтен тăхăнакан, пиçиххиллĕ, пĕрмеллĕ вăрăм кĕпе, Лев Толстой писатель Техаса çӳренĕ пекки).

тюрбан

тюрбан (хĕвелтухăçĕнчи халăхсем пуçа тюбетейка çинчен çыхакан вăрăм сурпан).

хворостина

вăрăм хулă.

хобот

хобот, вăрăм сăмса (слонăн).

ходули

тăрнаккай, вăрăм ура (утса çӳремелли пускăчлă икĕ вăрăм патак).

фнорд

фнорд, тинĕс ури (çӳллĕ, чăнкă çыранлă ансăр вăрăм залив).

фуганок

фуганок (вăрăм сава).

фура

фура (вăрăм урапа).

у

пред. с род. п. 1. патĕнче; он живёт у брата вăл пиччĕш патĕнче пурăнать; 2. -ăн, -ен; у осла длинные уши ашакăн хăлхи вăрăм; у меня болит голова манăн пуç ыратать; 3. -ра, -рев -та, -те; моя книга у товарища ман кĕнеке юлташра; 4. -ран, -рен, -тан, -тен, топор я взял у кузнеца пурта эпĕ тимĕрçĕрен илтĕм.

ушастый

пысăк хăлхаллă, вăрăм хăлхаллă (йытă, тăмана).

як

як (Монголире, Тибетра усракан ĕне евĕрлĕ, вăрăм çăмлă, пысăк мăйракаллă выльăх).

байка

байка (вăрăм çăмлă çемçе матери).

балахон

балахон (шалпар вăрăм халат).

балка

II вăрăм тип çырма.

бекас

шур чăххи, шур таки, шыв качаки, шурлăхра пурăнакан вăрăм сăмсаллă пĕчĕк кайăк.

бич

1. вăрăм пушă, чăпăркка; 2. шар, инкек.

болонка

болонка (пӳртре пурăнакан вăрăм çăмлă пĕчĕк йытă).

бурак

пурак, тăрăс, сапа, хурăн хуппинчен туна савăт.

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

аист

(шапа тарçи) аист. — ciconia [вăрăм туналлă пысăк вĕçен кайăк]; Ази аисчĕ азиатский аист — anastomus oscitans; Африка аисчĕ африканский аист — ibis ibis; Инçет Хĕвелтухăç аисчĕ дальневосточный аист — ciconia boyciana; хура аист чёрный аист — ciconia nigra

ара

ара - аrа [Америкăра пурăнакан вăрăм хӳреллĕ пысăк попугай]

ат пăри сăмса

шилоклювка — recurvirostra avosetta [çинçе вăрăм сăмсаллă шыв чăххи]

вăрăмтуна

комар — culex [йĕкĕр çунатлă, вăрăм ураллă кăпшанкă]; нăйкăш вăрăмтуна комăр-пискун — culex pipiens; сивчир вăрăмтуни малярийный комар — anopheles maculipennis; явăнакан вăрăмтуна комар-дергун — tendipes pedellus

вылявçă упăте

игрунка — callithrix jacchus [Америкăра пурăнакан вăрăм хӳреллĕ пĕчĕк упăте]

гавиал

гавиал — gavialis [Кăнтăр Азире пурăнакан тăрăхла вăрăм пуçлă крокодил]

гепард

гепард — acinonyx jubatus [кушак йăхĕнчи вăрăм ураллă тискер чĕрчун]

джейран

джейран — gazella subgutturosa [пушхирте пурăнакан çинçе вăрăм ураллă антилопа]

жираф

жираф — giraffa camelopardalis [Африкăра пурăнакан вăрăм мăйлă, вăрăм ураллă кавлекен чĕрчун]

йĕп вăрри

(çарлан лĕппи) стрекоза — anisoptera [вăрăм çинçе кӳлепеллĕ, пысăк çунатлă кăпшанкă]; кăвак кӳлепеллĕ йĕп вăрри стрелка — agrion; лаптак йĕп вăрри плоская стрекоза — libellula depressa; симĕс кӳлепеллĕ йĕп вăрри люткa — lestes; чиперкке йĕп вăрри стрекоза-красотка — calopteryx virgo

калта

ящерица — lacerta [шуса çӳрекенсен йăхĕнчи вăрăм çинçе хӳреллĕ чĕрчун]; йăрă калта прыткая ящерица — lacerta agilis; пĕчĕк калта ящурка — eremias; симĕс калта зелёная ящерица — lacerta viridis; çавра пуçлă калта круглоголовка — phrynocephalus; çĕленле калта желтопузик — ophisaurus apodus [урасăр калта]; улăх калти луговая ящерица — lacerta practicola; чĕррĕн çуратакан калта живородящая ящерица — lacerta vivipara

капуцин

капуцин — capucinus [Кăнтăр Америкăра пурăнакан вăрăм хӳреллĕ хура упăте]

кăрăпчак

вальдшнеп — scoloрох rusticola [вăрăм сăмсаллă вăрман чăххи]

кăткăçиен

муравьед — myrmecophaga tridactyla [Кăнтăр Америкăра пурăнакан вăрăм сăмсаллă, пысăк хӳреллĕ тискер чĕрчун]

колибри

колибри — trochilus [Америкăра пурăнакан вăрăм сăмсаллă чи пĕчек вĕçен кайăк]

мандрил

мандрил — mandrillus sphinx [Африкăра пурăнакан пысăк пуçлă, вăрăм хӳреллĕ упăте]

мартышка

(маймăл) мартышка — cercopithecus [Африкăpa пурăнакан вăрăм хӳреллĕ упăте]

мулкач

(куян) заяц — lepus [вăрăм хăлхаллă, кĕске хӳреллĕ сĕт çиекенсен йăхĕнчи чĕрчун]; вăрман мулкачĕ заяц-беляк — lepus timidus; хир мулкачĕ заяц-русак — lepus europaeus; пушхир мулкачĕ заяц-толай (песчаник) — lepus tolai

пăрчăкан

трясогузка — motacilla [çерçи йышши вăрăм хӳреллĕ вĕçен кайăк]; сарă пăрчăкан жёлтая трясогузка (плиска) — motacilla fiava; cap пуçлă пăрчăкан желтоголовая трясогузка — motacilla citreda; cap çурăмлă пăрчăкан желтоспинная трясогузка — motacilla lutea; шурă пăрчăкан белая трясогузка — motacilla alba

псефур

псефур — psephurus gladius [осетр йăхĕнчи вăрăм сăмсаллă пысăк пулă]

розали

розалия — leontideus rosalia [сарлака сăмсаллă вăрăм хӳреллĕ хĕрлĕ упăте]

сарган

сарган — belone belone [вăрăм туталлă çăткăн тинĕс пулли]

сервал

сервал — felis serval [Америкăра пурăнакан вăрăм ураллă тискер кушак]

солитёр

солитёр — taenia [этем пыршинче пурăнакан хаю евĕрлĕ вăрăм шĕвĕрĕлчен]; вăкăр солитёрĕ бычий солитёр — taenia hynchus saginatus; сысна солитёрĕ свиной солитёр — taenia solium

çapа çерçи

летучая мышь — microchiroptera [шăши евĕрлĕ вĕçекен чĕрчун]; вăрăм хăлхаллă çара çерçи длинноухая ночница — myotis bechasteini; ик тĕслĕ çара çерçи двухцветный кожан — vespertilio murinus; каçхи пĕчĕк çара çерçи малая вечерница — nyctalus leisleri; каçхи пысăк çара çерçи большая (гигантская) вечерница — nyctalus lasiopterus; каçхи хĕрлемес çара çерçи рыжая вечерница — nyctalus noctula; мăйăхлă çара çерçи усатая ночница — myotis mystacinus; пĕве çара çерçийĕ прудовая ночница — myotis dasycneme; пысăк хăлхаллă çара çерçи ушан — plecotus auritus; такан сăмсаллă çара çерçи подковонос — rhinolophus; шыв çapа çерçийĕ водяная ночница — myotis daubentoni

çĕлен майĕ

змеешейка — anhinga anhinga [тропикра пурăнакан вăрăм мăйлă пысăк шыв чăххи]

çĕр мулкачĕ

тушканчик — dipodidae [çĕр шăтăкĕнче пурăнакан вăрăм хӳреллĕ, мулкач евĕрлĕ чĕрчун]; мăк ураллă çĕр мулкачĕ мохноногий тушканчик — dipus sagitta; пĕчĕк çĕр мулкачĕ малый тушканчик — allactaga elater; Северцев çĕр мулкачĕ тушканчик Северцева — allactaga severtzovi; сикевçĕ çĕр мулкачĕ тушканчик-прыгун — allactaga saltator; тачка хӳреллĕ çĕр мулкачĕ толстохвостый тушканчик — pygerethmus; хăйăр çĕр мулкачĕ песчаный тушканчик — laculus

çуйăн

сом — sulurus [юханшывра пурăнакан вăрăм уссиллĕ пысăк çăткăн пулă]; Амур çуйăнĕ амурский сом — parasilurus azotus; электричествăллă çуйăн электрический сом — malapterurus electricus

тамарина

тамарина — saguinus [Кăнтăр Америкăра пурăнакан вăрăм хӳреллĕ упăте]

таракан

таракан — blattella [кăшлакан вăрăм уссиллĕ кăпшанкă]; Лапланди тараканĕ лапландский таракан — ectobius lapponicus [Европа вăрманĕнче пурăнакан таракан]; çеçенхир тараканĕ степной таракан — ectobius duskei; хĕрлĕ таракан рыжий таракан — blattella germanica; хура таракан чĕрный таракан — blatta orientalis

тăмана

сова — strix [каçхи çăткăн кайăк]; вăрăм хӳреллĕ тăмана длиннохвостая неясыть — strix uralensis; кил-çурт тăмани домовой сыч — athene noctua; пĕчĕк тăмана совка (сплюшка) — otus scops; пулă тăмани рыбная сова — ketupa; сăрă тăмана серая неясыть — strix aluco; сухаллă тăмана бородатая неясыть — strix nebulosa; çерçи тăмани воробьиный сыч — glaucidium passerinum; тĕклĕ ураллă тăмана мохноногий сыч — aegolius funereus; хăлхаллă тăмана ушастая сова — asio otus; хурчкалла тăмана ястребиная сова — surnia ulula [хурчка евĕрлĕ тăмана]; шурă тăмана белая (полярная) сова — nyctea scandiaca; шурлăх тăмани болотная сова — asio flammeus

тăрна

журавль — grus [вăрăм мăйлă тата вăрăм ураллă пысăк вĕçен кайăк]; Даур тăрни даурский журавль — grus vipio; пуç кăшăллă тăрна венценосный журавль — baleorica regulorum; шурă тăрна белый журавль (стерх) — grus leucogeranus; сăрă тăрна серый журавль — grus grus; хура тăрна чёрный журавль — grus monachus; чиперкке тăрна журавль-красавка — anthropoides virgo; яппун тăрни японский журавль — grus japonensis

тăрнаккай

ходулочник — himantopus himantopus [кăнтăрта пурăнакан вăрăм туналлă шыв чăххи]

тинĕс слонĕ

морской слон — mirounga leonina [вăрăм сăмсаллă пысăк тюлень]

тинĕс хĕрри чарлакĕ

поморник — stercorarius [тинĕс хĕрринче пурăнакан чарлак йышши вĕçен кайăк]; вăрăм хӳреллĕ тинĕс хĕрри чарлакĕ длиннохвостый поморник — stercorarius longicaudus; вăтам тинĕс хĕрри чарлакĕ средний поморник — stercorarius pomarinus; кĕске хӳреллĕ тинĕс хĕрри чарлакĕ короткохвостый поморник — stercorarius parasiticus; пысăк тинĕс хĕрри чарлакĕ большой поморник — stercorarius skua

тыркас

суслик — citellus [кăшлакансен йăхĕнчи уй-хир чĕрчунĕ]; вăрăм хӳреллĕ тыркас длиннохвостый суслик — citellus undulatus; Даур тыркасĕ даурский суслик — citellus dauricus [Инçет Хĕвелтухăçра пурăнакан тыркас]; Европа тыркасĕ европейский суслик — citellus citellus; пĕчĕк тыркас малый суслик — citellus pygmaeus; пысăк тыркас большой суслик — citellus major; сарă тыркас жёлтый суслик — citellus fulvius; чăпар тыркас крапчатый суслик — citellus suslicus

фазан

фазан — phasianus colchicus [кăнтăрта пурăнакан вăрăм хӳреллĕ хитре чăхă]

фаэтон

фаэтон — phaethan [вăрăм хӳреллĕ тинĕс кайăкĕ]; cap сăмсаллă фаэтон желтоклювый фаэтон — phaethon lepturus; хĕрлĕ сăмсаллă фаэтон красноклювый фаэтон — phaethon aethereus; хĕрлĕ хӳреллĕ фаэтон краснохвостый фаэтон — phaethon rubricauda

фламинго

фламинго — phoenicopterus [кукăр сăмсаллă, вăрăм ураллă шыв кайăкĕ]; кĕрен фламинго розовый фламинго — phoenicopterus roseus; хĕрлĕ фламинго красный фламинго — phoenicopterus ruber

фрегат

фрегат — fregata [тропикра пурăнакан вăрăм хӳреллĕ тинĕс кайăкĕ]; пĕчĕк фрегат малый фрегат — fregata ariel; пысăк фрегат большой фрегат — fregata minor

хĕлĕх хӳре

шилохвост (шилохвостка) — anas acuta [çинçе, вăрăм хӳреллĕ кăвакал]

чакак

сорока — pica pica [курак йăхĕнчи вăрăм хӳреллĕ ула вĕçен кайăк]

чарлан

(шапа хуралçи) цапля — ardea [вăрăм туналлă шыв кайăкĕ]; Египет чарланĕ египетская цапля — bubulcus ibis [Çурçĕр Африкăpa пурăнакан capă сăмсаллă чарлан]; сарă чарлан жёлтая цапля — ardeola ralloides; сăрă чарлан серая цапля — ardea cinerea; хĕрлĕ чарлан рыжая цапля — ardea purpurea; шурă чарлан белая цапля — egretta alba

чĕкеç

ласточка — hirundo [вăрăм хӳреллĕ пĕчĕк вĕçен кайăк]; сăрт-ту чĕкеçĕ горная ласточка —ptyonoprogne rupestris; çыран чĕкеçĕ береговая ласточка — riparia riparia; хула чĕкеçе (шур кут) городская ласточка (воронок) delichon urbica; ял чĕкеçĕ деревенская ласточка (касатка) — hirundo rustica

шăлан

жулан — lanius cristatus [чакак евĕрлĕ пĕчĕк çăткăн вĕçен кайăк]; вăрăм хӳреллĕ шăлан длиннохвостый сорокопут — lanius schach [Вăтам Азире пурăнакан шăлан]; сăрă шăлан серый сорокопут — lanius excubitor; хĕрлĕ пуçлă шăлан красноголовый сорокопут — lanius senator; хура çамкаллă шăлан чернолобый сорокопут — lanius minor

шыв калти

тритон — triturus [çĕрте те, шывра та пурăнакан вăрăм хӳреллĕ калта евĕрлĕ чĕрчун]; Альпа шыв калти альпийский тритон — triturus alpestris; Европа шыв калти тритон обыкновенный — triturus vulgaris; Карпат шыв калти карпатский тритон — triturus montandoni; Кĕçĕн Ази шыв калти малоазиатский тритон — triturus vitatus; тура çурăмлă шыв калти гребенчатый тритон — triturus cristatus

щитень

щитень — triops cancriformis [вăрăм хӳреллĕ пĕчĕк рак]

эрешмен

паук — aranea [пай ураллисен йăхĕнчи карта тăвакан наркăмăшлă чĕрчун]; вăрăм туналлă эрешмен сенокосец — pholcus falangioides; кайăкçиен эрешмен паук-птицеяд — avicularia metallica; кил-çурт эрешменĕ домовой паук — tegenaria domestica; нӳхреп эрешменĕ погребной паук — segestria senoculata; çăмлă эрешмен сольпуга (фаланга)— galeodes araneoides; хĕреслĕ эрешмен паук-крестовик — araneus diadematus; xypa çăмлă эрешмен дымчатая сольпуга (фаланга) — galeodes fumigatus; шыв эрешменĕ водяной паук (паук-серебрянка) — argyroneta aquaticа

явăнакан вăрăм туна

см. вăрăм туна

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

долгожители

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

долгожительство

Ку сӑмахсар тӳлевлӗ. Унпа усӑ курма сирӗн тӗлевлӗ абонемент туянмалла. Хакӗ: ҫур ҫула 200 тенкӗ.

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

lang

vărăm
вăрăм

Çавăн пекех пăхăр:

явапсăрлăх явăл явăн явăн-юççи « явăнакан вăрăм туна » явăнкала явăнтар явăнчăк явăнчăклан явăç

явăнакан вăрăм туна
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org