уст.
губернатор
(кэ̆бэ̆рнатты̆р), губернатор. Изамб. Т. † Çак Исампаль ачисем кĕпĕрнаттăр ывăль пек. АПП. † Кăвак кăвакарчăн урисем кĕпĕрнаттăр вырăс туйисем.. Т. II. Загадки. Кĕпĕрнаттăрăн пуçне тутăрпа туртса çыхнă. (Кăвас чĕресĕ).
ч.с. Область е край администрацийĕн пуçлăхĕ. Чулхула кĕпĕрнаттăрне Б.Немцова, Самар хулин мэрне О.Сысуева Раççей правительствине йыхравларĕç. ÇХ, 1997, 38 /, 4 с. Кĕпĕрнаттăр стипендине кам илме тивĕç пулнине вĕренӳ заведенийĕсен администрацийĕпе ... профком палăртаççĕ. К-ш, 1998, 7 /, 1 с. Малашне Приморье крайĕн кĕпĕрнаттăрĕ пулас текенсен ... суйлав салукĕ тӳлемелле пулать. Х-р, 29.04.1999, 1 с.
— Чĕмпĕр кĕпĕрнаторĕ (ХС, 19.07.1996); Красноярск крайĕн çĕнĕ кĕпĕрнаттăрĕ, Вологда облаçĕн экс-кĕпĕрнаттăрĕ (Х-р, 6.08.1998, 3 с.); Кемĕр облаçĕн кĕпĕрнаторĕ (Х-р, 22.02.2000, 1 с.);
— кĕпĕрнаттăра суйлан (Х-р, 27.11.2001, 1 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
кĕпĕрлен кĕпĕрленчĕк кĕпĕрнатăр кĕпĕрнатор « кĕпĕрнаттăр » кĕпĕрне кĕпĕрт кĕпĕртет кĕпĕртеттер Кĕпĕрян