Шырав: çавăр - Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
крутить, вертеть, вращать
кружить

велосипед педалĕсене çавăр — крутить педали велосипеда
пластинка çавăр — крутить пластинки (на проигрывателе)
шыв ГЭС турбинисене çавăрать — вода вращает турбины ГЭС
2.
поворачивать, повертывать, оборачивать, обращать куда-л.
пуçа унталла-кунталла çавăр — поворачивать голову то туда, то сюда
сĕтеле тепĕр майлă çавăрса лартрĕç — стол развернули другой стороной
çавăркаласа пăх — вертеть в руках, рассматривать со всех сторон
Чавса çывăх та çавăрса çыртма çук. — посл. Близок локоть, да не укусишь.
3.
заворачивать, поворачивать обратно
çавăрса яр — завернуть обратно кого-л.
çавăр каялла! — поворачивай обратно!
4. перен.
поворачивать, переводить разговор
сăмаха урăх еннелле çавăр — перевести разговор на другое, изменить тему разговора
5.
переворачивать
кĕнеке страницисене çавăр — листать книгу, переворачивать страницы книги
акапуç тăпрана çавăрса пăрахать — плуг переворачивает пласты земли
каланă сăмаха кутан çавăр — переиначить сказанное
6.
лицевать
пальто çавăрса çĕле — перелицевать пальто
7.
ворошить, мешать, размешивать
утă çавăр — ворошить сено
вутпуççисене турчăкапа çавăр — помешать дрова кочергой
8.
кружить (о ветре, вьюге)
çил-тăман çавăрать — вьюга кружит
çил типĕ çулçăсене çавăрать — ветер кружит сухие листья
9.
окружать, охватывать
яла вут-çулăм çавăрнă — деревня охвачена огнем
çавăрса ил —
1) охватить, окружить, обступить
тăшман çарĕсене çавăрса ил — окружить войска противника
ачасем чăрăша çавăрса илчĕç — дети обступили елку
2) захватить, овладеть
европейецсем вырăнти халăх çĕрĕсене çавăрса илнĕ — европейцы захватили земли местных народов
мана шиклĕ шухăшсем çавăрса илчĕç — мною завладели тервожные мысли
10.
обойте все, побывать (везде)
хулипе çавăрса тух — обойти весь город
Пĕчĕкçеççĕ пикече пĕтĕм хире çавăрать. (Çурла). — загадка Маленькая девушка все поле обходит. (Серп).
11.
оборачивать, обертывать
наматывать, накручивать
заворачивать

урана тăла çавăр — обернуть ноги портянками
пленкăна кассета çине çавăр — намотать пленку на кассету
чикарккă çавăр — свернуть цигарку
12.
обводить
ӳкерчĕке тушьпе çавăр — обвести тушью чертеж
13.
плести, сплетать
çатан çавăр — плести плетень
çавăрса тунă пукан — плетеный стул
14.
вить, свивать
кураксем йăва çавăрма тытăннă — грачи начали вить гнезда
15.
строить воздвигать
çурт çавăр — построить дом
хӳшĕ çавăр — сложить шалаш
эпир кил-çурта çавăрса ситертĕмĕр — мы полностью обстроились (построили дом и надворные постройки)
Хуйхăпа хула çавăрас çук. — посл. Горем город не воздвигнешь.
16.
огораживать, обносить, окружать (стеной, изгородью)
картиш тавра карта çавăр — обнести двор забором
17.
создавать
сбивать разг.
сколачивать прост.
çирĕп коллектив çавăр — создавать крепкий коллектив
18.
вытачивать, точить
машина деталĕсем çавăр — вытачивать детали машин
19.
отделывать
обшивать, оторачивать

кĕпе аркине тĕрĕ çавăр — отделывать подол рубахи вышивкой
ука кирлĕ çуха çавăрма, хайла кирлĕ юрă юрлама — фольк. чтобы обшить ворот, нужны позументы, чтобы спеть песню, нужно искусство
20. прям. и перен.
обращать, преобразовывать, превращать во что-л.
шĕвеке пăса çавăр — преваращать жидкость в пар
сăмаха шӳте çавăр — обернуть слова в шутку
21.
кружить голову, туманить разум, одурманивать
пуçна çеç çавăрать вăл — он лишь сбивает тебя с толку
Ĕçкĕ пуçа çавăрать. — посл. Пьянство одумарнивает голову.
22.
склонять, привлекать на свою сторону
улвекать

кăмăла çавăр — расположить к себе
ху майлă çавăр — склонить на свою сторону
çурт халăхне çавăрма тăрăш — пытаться заруиться поддержкой жителей дома
23.
в форме деепр. çавăрса с др. глаголами образует
составные глаголы с различным значением:

çавăрса кала —
1) выговаритвать, произносить
ача сăмахсене лайăх çавăрса калаймасть — ребенок не может как следует произносить слова
2) выражать, излагать мысли
çавăрса калама сăмах çитмест — не хватает слов выразить что-л.

çавăрса çап — швырнуть бросить об землю
тутана çавăрса çырт — закусить губу
туăра çавăрса çых — обвязать платком
çавăрса тыт — охватить

çавăрса хур —
1) взвлаить
миххе çурă çине çавăрса хур — взвлаить мешок на спину
2) подвернуть, завернуть
тăлăп аркине ая çавăрса хур —подвернуть под себя поул тулупа
3) разг. опорожнить, опрокинуть
пĕр саткан эрехе çавăрса хучĕ — он опрокинул стакан вина
4) разг. ляпнуть, брякнуть прост.
çавăрса чик — запрятать (напр. деньги)
24.
с деепр. др. глагола выступает в роли вспом. глагола
с общим значением завершенности действия:

сăрласа çавăр — окрасить что-л. (со всех сторон)
çавракăш çырса çавăр — начерить, описать окружность
хурал тĕрĕслесе çавăр — обойти, проверить посты
хăнасене сăра ĕçтерсе çавăр — обнести гостей пивом
кĕтесе эрешмен карти тытса çавăрна — угол затянут паутино

айлăн-çийлĕн çавăр — переворачивать вверх дном
алла çавăр — приручивать, приваживать
ăспа çавăр — раскинуть умом
кăшăл çавăр — стянуть обручем (бочку)
ыйха çавăр — поспать, всхрапнуть разг.

сывлăш çавăр
1) перевести дыхание, передохнуть
пĕр сывлăш çавăрмасăр — не переводя дыхания
2) оправиться, встать на ноги
пушар хыççан сывлăш çавăрса яр — поравиться после пожара

пуçхĕрлĕ çавăр — перевернуть с ног на голову

Çавăн пекех пăхăр:

çавăнтараххăн çавăнти çавăнччен çавăншăн « çавăр » çавăрăм çавăрăн çавăрăнăç çавăрăнăçсăр çавăрăнкала

çавăр
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150