Шырав: ăшпиллĕх
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Чун çепĕçлĕхĕ, кăмăл ăшши; чун ăшши. Кĕçĕрхи каçăн хăйĕн ăшпиллĕхĕ. Хв.Агивер, 1984, 95 с. Çынра чи малтанах мĕн хаклатăр. — Чунлăх, ăшпиллĕх, уçă кăмăл. КЯ, 21.12.1989. Пичĕ-куçĕнче ăшпиллĕх, тараватлăх, савăнăç кулли çиçет. ÇХ, 1999, 42 /, 5 с. Уяр кунсен ăрши ăшпиллĕх кӳрет Ефимов Якура. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 14 с. — тасалăхпа ăшпиллĕх (ЧС, 1994, 8 кл., 323 с.); — танл., минетлĕхпе ăшă пиллĕх (А.Смолин, 1999, 243 с.).