Шырав: ĕçченçĕ
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.в. Тăрăшуллă çын (е сăнар); ĕçлевçĕ, ĕçчен. Пуç çапма пымашкăн вăхăт çук ĕçченçĕн. С.Шавлы, 1974, 37 с. Вăл лайăх çын, канăçсăр ĕçченçĕ. А.Медведев, 1983, 199 с. Хĕвелпе танах тăрса вăратрăм ытарми ĕçченçĕ уй-хире. В.Пехил, 1986, 16 с. Тăрмашаççĕ, тĕрмешеççĕ кунсерен ĕçченçĕсем. А.Галкин //Т-ш, 1998, 7 /, 5 с.