Шырав: авангард

Шыракан сăмаха çырăр:   
Neologism_Cv сăмахсарта кăна шырамалла
[+] хушма опцисем

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

ç.п., иск. Йăлана кĕнĕ çул-йĕртен, çирĕп-леннĕ меслетсенчен (тĕсл., реализмран) пăрăнса тĕлĕнтермĕшле илемлĕх (туп., 1) мелĕсем сĕнекен искусство юхăмĕсен (сюр-реализмăн, абстракционизмăн т.ыт.) пĕрлехи ячĕ; авангардизм. Тăхтин «кинематографилле шухăшлавне» ... авангард юхăмĕсемпе — имажинизмпа, импрессионизмпа т.ыт. те — ăнлантарма пулĕччĕ. Ю.Яковлев //ТА, 1989, 9 /, 69 с. Вĕсене [картинăсене] курнă хыççăн ӳнерçĕн хăйне евĕрлĕхĕ, калăп ăшĕнче шухăшламанни, пурнăçа çĕнĕлле пăхни, авангард енне сулăнни палăрать.ЧТ, 8.02.1998, 6 с. Анăç авангарчĕн сиенлĕ витĕмĕ. Х-р, 10.04.2001,3 с. — танл., авангардлă спектакль (Ар, 2002, 9 /, 2 с.).

Çавăн пекех пăхăр:

авăн авăн уйăхĕ авăр авăрлан « авангард » авангардист аванмарлăх авантюрлă авантюрла авиашоу

авангард
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики