Шырав: авторитет
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.п. Преступниксен ушкăнĕн пуçлăхĕ, сумлă çынни. Йĕркеленсе преступлени тăвакансен «Сокольникири» ушкăнĕн авторитетне, ниçта та ĕçлемен 33 çулхи Мускав çыннине тытса чарнă. Х-р, 24.01.1996, 1 с. Криминал тĕнчин авторитетне медиксем те çăлса хăварайман. ÇХ, 1997, 15 /, 1 с. «Авторитетсем» авторитетне çухатаççĕ [Пуçелĕк]. ÇХ, 1997, 49 /, 4 с. — криминал авторитечĕсем (Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.); вырăнти «авторитетсем» (ÇХ, 2001, 14 /, 3 с.).